Шырав: наверно

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

няня

I. дет.
милый
ачине-нянине папу па тăвас килет пуль — милому малышу, наверно, хочется баиньки

пан

яблоневый
пан авринчен улмине татсассăн, хумхаяать-тĕр панăн аврисем — фольк. когда с ветки срывают яблоко, то, наверно, качаются ветки яблони

пăтраштар

4.
путать, смешивать с кем-чем-л.
мана такампа пăтраштаратăн пуль — ты, наверно, принимаешь меня за кого-нибудь другого

халĕ

2.
в сочет. с пулĕ, пуль
наверно, видимо, возможно
небось
прост.
ку япалана эсĕ курман пуль халĕ — ты этой вещи не видал еще, наверное
ачи çиесшĕн пулĕ халĕ — ребенок, наверное, хочет есть

-тăр

частица

1.
может быть, вероятно, возможно, должно быть,
пожалуй, наверно, видимо

вĕсем килнĕ-тĕр — они, должно быть, уже приехали
ку унăн юлашĕ-тĕр — это, наверное, его товарищ
каяс пулать-тăр — видимо, надо идти

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ку тĕнче

этот свет. Орау. Вăл ку тĕнчери этем мар пуль. Он, наверно, человек не от мира сего.

пулĕ

(пул'э̆), возможно, пожалуй, вероятно. Ала. Евгений каланă: пулĕ, кунта пĕр маях килеççĕ те, пĕлместĕп, тенĕ, тет. Цив. Ухмах кукша кăмака çинче выртнă çĕрте пӳрте çунтарса ярать пулĕ ĕнтĕ (того гляди сожжет избу). Орау. Эпĕр: эсĕр пулĕ, тесе. Мы думали, что это вы. N. Пулĕ те пулĕ. Возможно, что это не так. Регули 455. Эс памастăн полĕ она. Якейк. Онта ват-çынсам та полĕ (возможно есть). ЧС. Пичче хурăнташсене чĕнсе килчĕ те, масар çине шăтăк алтма пĕр сакăр çын пулĕ ярчĕ. Ст. Чек. Вăл ачине шкула ярасшăн-ха пулĕ çав (вероятно). Сенчук. Эпĕ çавăн чух пер вуниккĕре пулĕччĕ çав. В то время мне, вероятно, было лет 12. Коракыш. Сана патша касатех пулĕ (наверно казнит. Сказка). Бес. чув. 4. Темĕн, эпĕ пĕлместĕп сана, эсĕ хĕнеместĕн те пулĕ (возможно, что ты и не бьешь), анчах ху лашуна хĕненине эсĕ пĕлместĕн. Регули 376. Манăн ыран ярас полĕ (пожалуй). Султангул. Чĕппи асне килет-ши? Килмесен те килмест пулĕ (возможно, что и не приходит на память), унăн чĕппи тата пур. Панклеи. Айта, Чип-чип вăрмана потрана кайăпăр, теççĕ (говорят они). — Халь пир тĕртеп, пыримастăп полĕ, тет (отвечает). Янш.-Норв. † Пахчи, пахчи пах улми, чи тăрринче сар улми, илсе каяс сасси пур; кайăçин те кайĕç пулĕ (возможно, что и унесут), пирĕн пахчара тата пур. Альш. Ачи каланă: сутнă пулсан сутнă пулĕ (продано так продано), каяп эппин эпĕ асатте патне, тенĕ. || Должно быть. N. † Каç пулать пулĕ тесе хăрамастăп, уйăх çути пулмин, çăлтăр пур. N. Чăтулăх пачĕ пулĕ. N. Вĕрентĕмĕр пулĕ. || Приблизительно. N. Çавăнпа Якур çаранне кашни çул, пĕр 3-4 хăлаç пулĕ, шыв çисе пăсса ишсе пырат. Хир-б. Çăмарта икĕ çĕр пулĕ (обозначает приблизительное число чего-нибудь), кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ.

ахăр

(аhыр), veri simile est, veri simillimum est. Autabsolute ponitur, aut cum aliis coniungitur verbis, quae probabilitatem aliquam designant. In sermone Latino etiam aliis modis reddi potest, velut videtur, vercor ne, вероятно, наверно, по всей вероятности, должно быть; надо думать (предполагать), что. Иногда ставится отдельно, но часто соединяется и с другими речениями, выражающими уверенность или предположение. СПВВ. N. Ахăр — пур тенĕ сăмах пулат. Слово «ахăр» означает есть (sic!). Ст. Чек. Ахăр ĕç çук. Вероятно, нет дела (работы). Сред. Юм. Ахăр килтисĕм пит чĕнеç (i. q. ченеççĕ) пõлмалла, ытла пит киле каясшĕн хыпаланать. Должно быть, его очень зовут домашние, уж очень он спешит домой. Ib. Ахăр çăмăр пõлать пõл, паян. Вероятно, сегодня будет дождь. Ч. П. Ахăр паян эпир пурте пĕтетпĕр пулĕ. Наверно, сегодня мы все погибнем. Чăв. й. пур. 19. Кĕркка! эсĕ унта каятăн та, ахăр сана ырă пулмĕ, эпĕ кĕçĕр пит усал тĕлĕк куртăм. Хотя ты идешь туда, но, должно быть, тебе не сдобровать, потому что в нынешнюю ночь я видела очень нехороший сон. Изамб. Т. 57°. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. Хăй час-часах ятлакалать çемьене. Ахăр хаяр пуль. Пăй-атамма хăй пăхăнтарса пурăнать. Не знаю, каков (мой) свекор, а уж свекровь очень остра на язык. Частенько ругает семью. Должно быть, лютая. Свекра она держит у себя под башмаком. Ib. 58. Çапла калаççа, ĕçе-ĕçе, ахăр эпир нумай та ĕçнĕ пулат: ул та чипер хĕрчĕ, манăн та пуçа кайрĕ. Беседуя таким образом и попивая, мы, должно быть, выпили с ним не мало: и он порядком захмелел, и у меня в голову ударило. Баран. 93. Манпа пĕрле пыракан çын: çанталăк пăсăлĕ, тесеччĕ; анчах ун сăмахĕ тӳрре килмерĕ ахăр: çанталăк уяртса кайрĕ, тӳлек кун пулассăнах туйăнать. N. Ахăр ун чухне хăранипе ăсăм çитеймерĕ, курнĕ. Тогда у меня, от страха, видно, не хватило догадки. N. Ахăр упăшкăна юратмастăн пулĕ. Ты, должно быть, не любишь своего мужа. Ib. 67. Ахăр турăш патне пит аслă çын пычĕ пулĕ. По всей вероятности, к иконе подошел очень важный человек. Изамб. Т. 4. Елим! ахăр параймастăп пулĕ! Елим, должно быть, я не смогу дать! Альш. Ытла питех хутшăнсах каймаççĕ ахăр вăл икĕ ял. Должно быть, эти две деревни, не очень-то сообщаются между собою. Сказки и пред. чув. 82. Тăрса юлчĕ кăлăхах Сетнер çавтер чун савни — турă çырни ахăрах, çаплатăр çав самани. Ib. 7. Ахăр тылă кăтăрнă: çĕр çĕмĕрсе таврăнать. Ib. 30. Вăрçма-çапăçма хатĕрленнĕ ахăр. Должно быть, приготовились к бою. Кн. для чт. 21. Çын вĕрентекене хăй патне пит ăшă кăмăлпах кӳртмен ахăр, мĕншĕн пынине сиснĕ курăнать. Ib. 30. Эй тăванăм, ахăр атă-пăри те пулаймасть пулĕ! || Tandem, наконец-то. Альш. † Юна-юна хĕрсене ахăр алла ӳкертĕм.

акăнтăр

vox incerta in hisce versibus posita, qui in canendo. certis intervallis, singulis cantilenae partibus adiiciuntur. Слово неизв. значения, встречающееся в следующем припеве: „Акăнтьăр, акăтьăр, ак çак сумах (i. q. сăмах) суя мар“ Собран. 252. † Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимест; çийĕччи та çимĕччи, пур тĕпĕ яка пулĕ. Акăнтьăр, акăнтьăр, ак çак сумах суя мар! Лаççи енне пăхрăм та, çăмарта шарик тухашшăн; тухăччи та тухмăччи... (hie desunt nonnulla, здесь пропуск). Акăнтьăр, акăнтьăр, ак çак сумах суя мар! Бурая лошадь не ест овса. Стала ли бы она его есть, или нет, это неизвестно, но только, наверно, в закромах ничего нет (пусто)..., то, что я говорю, чистейшая правда! Посмотрел я по направлению к лачуге (v. лаç), и увидел, что оттуда хочет появиться яичница. Появилась-ли бы она, или нет, это неизвестно..., то, что я говорю, не ложно.

ама хĕрĕ

(х̚’э̆рэ̆) , propr. filim matris, i. e. puella. Соб. дочь матери, песенное выражение, означающее девушку. Н. Якуш. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ар ывăлĕ мар, тесе, ама хĕрĕ, теейсе, çурт хушас çук, тиейсе, çавăнпа парса ятăр пуль. Ах батюшка, ах матушка! Наверно, вы потому меня выдали, что я не молодец („сын мужчины“), а девица („материна дочь“), и не могу ничего прибавить к дому. (Из „хĕр йĕрри“, плача невесты). Собран. † Çак ама хĕр (вм. ама хĕрĕ) тенĕ-ĕскер ашшĕ килне шăнăçаймасть. Девушкам нет места в отцовском доме, т. е. рано или поздно оне должны из него уйти. (Из „хĕр йĕрри“, плача невесты).

ан

(ан), descenders. Ds quolibet motu dicitur deorsum directo. Глагол, имеющий очень обширное значение и употребляющийся для означения всякого движения, направленного сверху вниз. По-рус. передается словами: спускаться, опускаться, сходить, слезать, съезжать, падать и т. п. Якей. Воç çанти çирмая анса шу ĕç. Сойди вон в тот овраг и напейся. Ib. Кошак кăмака (ă почта не слышится) çинчен анса тӳшек хыçне выртрĕ. Кошка слезла с печи и легла за периной. Ib. Çирмая аннă-анман пире чолпа пеме тапратрĕç. Не успели мы спуститься в овраг, как в нас стали кидать камнями. Ст. Чек. Анатсăн ан. Спустись (сойди, слезь), если хочешь. Альш. Сĕвен ку енни ялан та сĕвеккĕн анать. Ку енче Сĕвенелле унта-кунта çырмасем анаканнисем пур. Эта сторона Свияги всюду представляет покатость. На этой стороне, там и сям, в нее стекают речки. Завражная. Чăхсем кашта çинчен анчĕç. Куры слетели с насеста. Ib. Аптратса çитерчĕ, анма та пĕлмеçт. (Ita mulier queritur de viro suo nimis libidinoso). Ib. Сысна аçи пĕр хăпарсан анма та пĕлмеçт. Verres ubi semel ascendit ad descendendum tardissimus est. Сокращ. букв. 1908. Хурсем шыва аннă. Гуси сошли на воду. ЧП. Чупрăм та антăм эп аната. Я побежал и сбежал в низменность или: в нижний конец деревни (вообще в место, лежащее ниже того места, где был). Якей. Çирмаялла виçĕ ача анса карĕç. В овраг спустились трое малышей (или: парней). || Ire in loca inferiora. Также употребляется вообще вм. глагола итти, когда говорится о ком либо, идущем в более низкое место, нежели то, где он был. СТИК. Таркăнсем каçпа яла анса çăкăр илеççĕ, тет. Говорят, что беглые приходят вечером в деревню за хлебом. Ib. Кĕçĕр кашкăр аннă яла. Вечор в деревню приходил волк. Эти фразы относятся к селению, расположенному в ложбине речки, по обеим сторонам которой поднимаются отлогие холмы. Изамб. Т. Çынсем кăнтăрлана ана пуçласан ку лашине тăварчĕ те урапине кӳлсе киле ялсе тавăрăччĕ. Когда другие стали уходить домой полдничать, он выпряг лошадь, запряг ее в телегу и уехал домой. Ib. Тырă вырнă чухне кăнтăрлана чей ĕçме киле анаççĕ. Во время жнитва уходят в полдень домой, пить чай. || Также говорят: „пасара ан“ (aliquo ad mercatum ire), пойти на базар, поехать на базар. Якей. Эс килес пасара ан, вара мана çăмарта хакне калăн. Ты приходи (или: приезжай) на следующий базар, и тогда скажешь мне, почем продаются яйца. Абаш. Паян мăн-акка та пасара аннăччĕ. Сегодня и тетка (старш. сестра матери) ходила на базар. || Praeterea de feminis dicitur, quae ad fiumen descendunt lintea lavandi causa. Также говорится о женщинах, которые идут на речку мыть белье и пр. Ст. Чек. Пĕр арăм çырмана кĕпе çума аннă, тет. Одна женщина пришла на речку мыть белье. Срав. Ст. Чек. Шыв арманне антăм. Я ходил на водяную мельницу (или: пришел на мельницу). || Descendere de arbore, de vehiculo, ex equo. О слезании с дерева и пр. Пизип-Сорм. Ларсан-ларсан каç пулчĕ. Каç пулсан, чилай тăхтасан, çĕрле пулсан манăн пата çăка хăвăлне темĕскер анать çĕмĕрттерсе. Анса çите пуçласан эпĕ ала (алла?) тăсса пăхрăм та, манăн ала (алла?) кĕчĕ-карĕ темĕскер хӳри. Долго я сидел, наконец наступил вечер. Когда прошло довольно много времени и наступила ночь, ко мне, в дупло липы, стал кто-то („что-то“) слезать, производя сильный шум. Когда он уже был близко от меня, я протянул руку, и в моих руках очутился чей-то хвост. Яргейк. Вут эпĕ мĕнле асап куратăп! Чĕрнели аннă пулсассйн тата пĕтеретчĕç мана, тесе каларĕ, тет. Вот я как страдаю! Если бы слез тот, который с когтями, то они изуродовали бы меня еще больше, сказал он. Панклеи. Хĕр кӳме çинчен анчĕ те кальлях кĕрсе карĕ. Девушка вылезла из кибитки и опять вошла. Альш. Эпĕ урапа çинчен антăм. Я слез с телеги. Орау. Ан часрах лашу çинчен. Слезай скорее с лошади. || Secundo flumine proficisci aut eum locum versus iter facere, ubi in mare aiiudve fiumen se effundit. Также спускаться вниз по реке или из стран, лежащих в верховье реки, к ее низовью. Юрк. Чул-хуларан çав пырса çитнĕ кунех вутлă кимĕ çине ларса Шупашкар хулине антăм. В самый день приезда в Нижний я сел на пароход и уехал в Чебоксары. Истор. Днепрпа анса Древлянсене хăйне пăхăнтарнă. Спустился вниз по Днепру и покорил древлян. Собран. З20°. Питĕрпуртан аннă пикесен пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ. У барынь, приехавших из Петербурга, башмаки с высокими подборами (каблуками). Ст. Чек. Çырма тăрăх ут çулма антăм. Я спустился по оврагу, чтобы косить сено. || In altum descendere, mergi, submergi, hauriri (palude). Также сваливаться, проваливаться, увязать. Абыз. Темскер çĕмĕрĕлсе анса кайнă, пĕтĕм çĕр чĕтресе кайнă. Что-то провалилось с грохотом, так что задрожала вся земля. Алекс. Нев. Пăр çурăла-çурăла анса темĕн чухлĕ çын шыва кайса вилнĕ. Во многих местах провалился лед, и множество людей перетонуло. Бол. Ильш. Чупса пынă чухне шăтăка анса кая пачĕ, тет. Когда он бежал, то вдруг провалился в яму. N. Çак халăхсем саланса пĕтиччен эпĕ чăтса тăраймарăм, хурама хăвăлне анса кая патăм. Я не смог продержаться (вися в дупле) до тех пор, пока этот народ разошелся, и слетел (т. е. провалился) в дупло вяза. Торай. Пĕр ĕне лачакана анса кайнă. Одна корова утонула (погрузилась совсем) в топком месте. Ст. Чек. Шурă япала таçта ăнса кĕчĕ. Белый предмет куда-то провалился. || Delabi (in arvum). V. пут. Также о пище, воспринимаемой желудком. Альш. Апат çинĕ-çемĕн анать. Чем больше ешь, тем сильнее разыгрывается аппетит. L’ appetite vient en mangeant. (Послов). || Occidere (de sole). Также заходить, закатываться (о солнце). Изамб. Т. Ул пирĕн патăртан хĕвел аннă чухне тухса кайрĕ. Он вышел от нас на закате солнца. ЧС. Каç пуларахпа, хĕвел анас чух. Çумăр пĕлчĕсем тухкала пуçларĕç. К вечеру, около заката солнца, стали кое-где показываться дождевые облака. || In aenigmate quodam de lunae radiis dictum invenio, pro eo, quod est fundi. Также падать (о свете месяца). Шаймурз. З97°. Чӳречерен йăс кĕвентепе чышаççĕ. (Уйăх çути анни). В окошко тычут латунным коромыслом. (Загадка: падение лунных лучей). || Defluere, delabi, decurrere, effundi (de aqua dicitur, de lacrimis, de lacte ex uberibus manante). Также стекать (о воде, слезах, молоке кормилицы и пр.). Образцы, 61. † Хапхăр умне аннă юхăм шыв, хăмăш касса кĕпер хывас çук. Текучая вода залила все место перед вашими воротами, так что нельзя намостить моста, нарезав тростника. Сельск. хоз. р. II. Шыв çӳлтен аннă чух унăн çаранне пырса çапăнать. Когда вода стекает сверху, то ударяется в его луга. Альш. Хурăнварта типĕ çырма: çур-кунне-кăна хиртен шыв анать, çула шыв çук унта. В Березовом Долу сухой овраг: только весною стекает туда с полей вода, а летом там бывает сухо. Изамб. Т. 40°. Çапла каласан ку туй ачин икĕ куçĕнчен кус-çӳлĕ анчĕ. Когда он это сказал, этот парень, сопровождавший свадебный поезд, заплакал. Календ. 04. Сăмсаран анмасть-и? Нет ли у нее (у лошади) течи из носа? Череп. Ман темĕскер сĕт анмас (lac me deficit), ача выçă пулĕ. У меня что-то нет (в грудях) молока; ребенок, наверно, голоден. || Extra ripas diffluere, разлиться (о реке). Орау. Атăл шывĕ аннă. Rha flumen alveum excessit. Волга разлилась. Ib. Упнер шывĕ аннă, тет. Кушлавăша çул картланчĕ ĕнтĕ. Речка Упнер, говорят, разлилась: дороги в Кошлоуши уже нет. || Advolare (de hirundinibus dicitur, quae redeunte vere de caelo descendere putantur). Также прилетать, о ласточках, которыя, по мнению чуваш некоторых местностей, слетают весною с неба. N. Якури таврашĕнче чĕкеçсем анаççĕ. Около Егорьева дня прилетают ласточки. Ib. Чĕкеçсем анман-ха, ăшăтма тивĕç мар. Не должно быть теплу, так вак ласточки еще не прилетели. Можар. Якурирен малтан чĕкеç ансан (Череп. килсен) çу сивĕ килет, кайран ансан ăшă килет. Если ласточки прилетят раньше Егорья, то лето будет холодное, а если после, то — теплое. Однако скажут: куккук килнĕ, прилетели кукушки, хура-курак килнĕ, прилетели грачи, и пр. || Praeterea notandae sunt quaedam figurae verborum singulares. Также в некоторых чувашизмах. Якей. Ут орине сĕлĕ аннă. Ст. Чек. Лаша урине сĕлĕ аннă. Лошадь обезножела оттого, что ее разгоряченную накормили овсом. Avena intempestive data pedes equi corrupit. Изамб. Т. Лашан урине шыв ансан шывра тăратаççĕ. Если случится опоить лошадь, то (лечат ее тем, что) заставляют стоять в воде. (Si intempestive data potio equi pedes corruperit....). Чув-прим. о пог. 168. Каçпа ăшă ансассăн (si vespere tepidior fuerit aer) çăмăр пулать. Если вечером станет тепло, будет дождь. Завражная. Тин ăшă анчĕ. Лишь тогда (или: лишь сейчас) стало тепло (в избе). Ст. Чек. Кĕтӳ анчĕ. Стадо согнали в деревню. Grex domum rediit. Собран. З12. Анати, тăвати, вăй (scr. вăи) пĕтети килети. (Хутăр хутăрни). [Вероятно надо читать так: „Анать-и, тăвать-и; вăйă пĕтет-и, килет-и“. То спускается, то что (т. е. то поднимается); а когда игра кончится, приходит (домой). Загадка: мотание пряжи.].

антăра-сухра

(андыра-с̚хура), 1. i. q. анăра-сухра. 2. Status eius, qui aнăpa-cyxpa appellatur. Одурение. Çеçмер. Вăл йăвăç тăрринчен ӳкнĕ те антăра-сохра полса чилай выртнă. Он упал с дерева и довольно долго пролежал почти в беспамятстве. КС. Хĕрĕнкĕскер алăк янахĕ çумне кайса перĕнчĕ те, антăри-сухри уçăлсах карĕ пулмалла. Будучи во хмелю, он так ударился о косяк, что, наверно, из головы весь туман вышибло (по-русски в этом случае чаще говорят: „весь хмель вышибло“). Якей. Мана пуçран çапрĕ те, эп антăра-сохра полса сахат ытла выртрăм. Он ударил меня по голове, и я, лишившись чувств, пролежал (почти?) без сознания больше часа. КС. Пĕре чанклаттарсассăн антăру-сухру уçăлсах кайĕ. Если я тебя щелкну, то у тебя из башки весь туман вылетит! (угроза).

апăршалан

(-лан), garrire, болтать. Янтик. Ахал, апăршаланан пуль эсĕ! Ун пек пурăнмаççĕ те пуль, çав. Ты, наверно, болтаешь пустое; они, вероятно, так-то и не живут.

ар ывăлĕ

(ар ывы̆л’э̆, „fiius- viri“), sive ар-ывăл, vir (verbuni iam paene obsoletum). Повидимому, это речение принадлежит более старинному или песенному языку. Альш. † Ай-хай мĕскĕн ар ывăлĕ! Çĕлĕкĕ хулĕ хушшинче, пуçĕ тӳре умĕнче. Ах, несчастный мужчина! Шапка у него подмышкой, а голова (т. е. он сам) перед начальником! Н. Карм. Алăк патĕнчи ар ывăлĕсем! çак куркана ĕçме эсир кӳнетĕр-и, çук-и? Мужчины, восседающие у дверей! согласны вы выпить этот ковш или нет? Альш. † Пĕртте ырпа усала, ай, курмасассăн епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем! Как это может быть (т. е. не может быть), чтобы мужчина вырос, не испытав невзгод („добра и худа“)! С. Тайб. Б. † Ар ывăлĕ каят инçе çере. Мужчина уходит в дальнюю дорогу. (Солд. песня). Н. Якушк. Б. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! ар ывăлĕ мар тесе, ама хĕрĕ теейсе, çурт хушас çук, тиейсе, çавăнпа парса ятăр пуч. Ах, батюшка и матушка! наверно, потому вы меня выдали, что не парень я, а девушка, и не могу ничего прибавить к дому. (Из „хĕр йĕрри“, плача невесты). Альш. Ар ывăл пурне те курать. Мужчина испытывает все. ЧП. Алăкран тухать ар-ывăл. Мужчина выходит из дверей дома. Микуш. Ар ывăлсем! ура çине тăрăр! Мужчины! встаньте на ноги. (Обращение к мужчинам во время обряда „савăш курки“). Çĕн-Кипек. Ар ывăлин (-ин’) чарнасси пур — ваттисен сăмахне астăвас пулать. Юноша должен знать меру и обращать внимание на слова старших. Ib. Ар ывăлĕн арçын шутне тытни паха. Важно, чтобы юноша во всем держал и вел себя как подобает мужчине.

ăçта кайтăр

особый чувашизм. Употр. в нек. выраж. К.-Кушки. Ăçта кайтăр, пулаттăр ун пек те. Почему же не так? (почему же не быть?); бывает (случается), наверно, и так. IЬ. Ăçта кайтăр, хуйхăрат пуль çав. Что поделаешь, наверное горюет. Изамб. Т. Ăçта кайтăр (= что поделаешь), тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаст.

ял каскăнĕ

шатун(-нья; брань). Сред. Юм. Ял каскăнĕ, ял касма кайнă поль. Шатун; наверно, шатается по домам. СПВВ. МС. Ял каскăнĕ тесе, вырăнсăрах тек ял тăрăх сулăнса çӳрекен çынна калаççĕ.

йăтă

(jы̆ды̆), собака. См. йыт, йытă. КАЯ. Орау. Йăтă шăмă йăтса килчĕ. Собака притащила кость. Якейк. Йăтă çиман патак кăтартăп эп сана. Я изобью тебя, как Сидорову козу. А. П. Прокоп. † Ай-хай, йăтă-йĕкĕт илĕртеççĕ хĕрсене! Ст. Чек. Йăттăнне илĕ туртса: чикарккă, тесен! Орл. II. 239. Хура йăтти çакăнса тăрат, хĕрлĕ йăтти ăнах вĕрет. (Вутпа хуран). Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. никогда тебе не сделать). Ib. Эс те лаша илсен, ман сăмса йăт котне! Лашман. † Арман хыçне вир акрăм, çерçи йăтти (жадный воробей) вĕренчĕ. Ст. Ганьк. Çав Иван йăттиех хытланнă пуль-ха кăна та. Наверно, это сделал тот же негодяй Иван. Якейк. Санашкал пуçа йăтта персен (если бы я решился быть таким же бессовестным, как ты), эп те топмалах (= тупмаллах) та, ман тольккă апла тăвас килмеçт. Çĕнтерчĕ 20. Икĕ алла йăтта касса парам ― пĕтет! Я готов отдать руку на отсечение («руки псу»), если он не погибнет! Ib. 22. Ахаль каламан: йăтти, мăнтăрлансан, хуçине тапăнать, тесе. Ст. Чек. Лашсене йăтă пек туса килчĕ. Измучил лошадей донельзя («как собак»). N. Йăтă çăварĕнчи шăмма илеймĕн, тиççĕ. (Послов.). N. Эпĕ корнă хурлăха ялти хора йăтă та корман поль? Ст. Чек. Йăта йĕрет (скулит). || Лицо, играющее роль собаки (в игре). N. Йăтта юлни ăрамăн пĕр хĕрĕнчеп тепĕр хĕрне çитиччен хăвалама тытăнат.

витĕр

(видэ̆р), сквозь, насквось; через. Употребл. и как наречие. Вишн. 72. Çăмăр шывĕ, юр шывĕ çĕре аннă чухне, пĕр-пĕр витĕр каларман çĕр сийĕне(= сине), е чуллă çĕре, е çара тăмлă çĕре çитсен, чарăнать. Сред. Юм. Пĕр пилĕк çухрăма яхăн чухне çôмăр килсе пусрĕ те, иртсе каймарĕ, так çăмăр витĕрех килтĕмĕр. Янтик. † И, утар-и, утар-и, тутăр витĕр пăхар-и? Макка 53. Вăл вăрманта вăрă-хурахсем питĕ нумай пулнă, теччĕç. Витĕр тухнă тух, çыннисене вĕлерсе, лашисене вăрласа кайнă. Юрк. † Пирĕн савнă туссем мĕшĕн салху-ши? те çын витĕр сăмах илтнĕрен? Янтик. † Çакă Тимеш (Янтиковский) хĕрĕсем витĕр курнан шăрçа пек. Альш. Витĕр касса кĕрет çил. Пронизывает насквозь ветер. СПВВ. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухасе пек калаçнă. Он говорил так, как будто. Сред. Юм. Пит вастра мар-и ô? витĕр тохса каять вит ô (ловкий человек). Ст. Ганък. † Ула лаша, сарă лаша, пасар урамĕ витĕр (через весь базар) курăнать. Б. Нигыши. Ун хыçĕнчн кăркка аçи сикнĕ-тухнă та, кашкăра витрех (= витĕрех) хăваласа кайнă. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витĕр витерет. N. Пире çăмăр витĕрех йĕпетрĕ (насквозь промочил). Юрк. † Сарă çарăксенĕн хупписене сарайсем (навес) витĕр ывăтрăм. Стюх. † Чĕршĕ (?) кĕлет алăкне витĕр çурса касăпăр. Сред. Юм. Чôхăн пôрнать, тессине: ôнта витĕрех кôрнать-çке вара, теççĕ. С.-Устье. Касамачĕ витĕр кĕме сакăр алăк пулнă, тет. Урмай. Тепĕртак пурăнсан, (кăмака çине акнă пăрçа) пӳрт тăрринчи улăмне те шăтарса тухрĕ, тет, те, çӳлелле витрех (= витĕрех) çитĕнсе карĕ, тет (высоко, в высь). Яргунък. Йăван ули тенĕскер, Палламанăн хуçи сенкĕ йăтса пынине курсан: чăнах чиксе пăрахмах килет ку, тесе, тӳрех капан тăрринчен çĕре сикнĕ те, киле витĕрех (не останавливаясь) тарнă. Торп-к. Ывăлĕсем çĕнĕ çĕре витрех (витĕрех) тарнă, тет. Тип-Сир. Вăрманалла витрех (витĕрех) кайнă. Удалились далеко в глубь леса (в погоне за зайцем). Т. М. Матв. Вырнă чухне пĕрер выраканпа унăн каçалăкĕ хушшинчен тухсан: алă витĕр тухрĕ, теççĕ. Алă витĕр тухсан, каçалăк выракан аллине çурлапа касать, тет; çавăнпа алă витĕр тухма хушмаççĕ. Стюх. † Кантур тӳри витĕр (чрез посредство...) çыру килет, пирĕн куç-çульсене çав тăкать. || Совсем, определенно, окончательно. Норус. † Йăлтăр курнан хĕрсеме (= хĕрсене) витрех (витĕрех) парса ятăмăр. (Туй юрри). || Ясно. О сохр. здор. 91. Тăра-киле вара куç час ывăнакан пулса, таса, витĕр курми пулать. СТИК. Витĕр таса куçлă, с чистыми, ясными глазами. Ib. Унăн куçĕ витĕр курать (видят отчетливо). Собр. Куç-пуç витĕр мар çын турра курнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Витĕр курăнать. 1) Очень чист, прозрачен; 2) живет бедно. Арçури. Куçĕ витĕр мар пирки, пыран лаша курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет. Хыпар № 16, 1906. Тĕрĕс сăмахĕсене те вăр-вар çавăрса, витĕр татса (определенно) калаймаççĕ. Трахома. Вара вăл куç умĕнчи япаласене, пӳртсене, урампа иртсе пыракан çынна та витĕр курми пулать. Ч. С. Витĕртерех пĕлесшĕн, чтобы знать точнее, наверно. С. Коçăм пит витĕрех мар та (не зорки), ойăримарăм (не различил). || О сохр. здор. 53. Тутлă тулă чустинчен тунă апатсем витĕр пĕçернĕ пулсан (пропечены), часах çĕреççĕ (перевариваются). || Бойкий, дошлый. Хыпар № 42, 1906. Витĕртерех чиновниксем. Ib. № 7, 1906. Витерех мар хресçенсем те стражниксем кирлĕ мар; вĕсемшĕн ытлашши укçа пĕтермелле мар, теççĕ. Ib. № 36, 1906. Тата витĕртерех пулмĕ-ши? || Очень. СПВВ. Витĕр чипер. Ч. П. Хăшĕ витĕр чипер, вăл пире. || Очень громко. Альш. † Вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || На далекое расстояние. Коракыш. Хăй пысăк та мар, сасси таçта витрех (= витĕрех) илтĕнет. (Парапан). || Подробно, точно. Ч. С. Çимĕк хăçан çитнине, çимĕкре мĕн тунине (что делают) чăвашсем ачи-пăчи-мĕннипе витĕр пĕлсе тăраççĕ.

урмăш

ормăш, измениться в дурную сторону; исказиться И. С. Степ. Урмăшас. IЬ. Õрмăшнă, взбесился. Сред. Юм. Ормăшнă çын, тесе, ĕлĕкхинчен ôлшăнса, осалланса, хĕнесе-çапса çӳрекен çынна калаççĕ. Чăв. й. пур. 11. Вăл кайсан (замуж) вара, тата ытларах урмăшрĕç (стали бесноваться, скандалить). Чертаг. Õрмăшша, ятлаççа çӳрет. Ругается со всяким. Пшкрт. Ормы̆шса, с'ынзан'а вы̆рс'са с'ŏрäт. Как бешеный, всех ругает. Хорачка. Ормы̆шша с'ŏрэт (ĕçсĕрскер) = охмахланса. N. Ормăшша выртать. Бредит. Хурамал. Кучунехи самана урмăшнă самана (= пăсăлнă). СТИК. Куçĕ урмăшса карĕ ĕнтĕ, каллах тытса пăрахать пуль. Глаза опять начинают искажаться (появляется бешеный огонек); наверно, опять будет припадок. || Измениться, пропасть (о голосе). В. Олг. Сасă çĕтсе (ормăшша). Пшкрт. Кы̆чкы̆рма п̚олмаст, ман сазы̆ ормы̆шса ларчы̆. С. Сас ормăшнă. Голос изменился, охрип. || Перемениться (о ветре). Шибач. Çил ормăшрĕ (= çавăрăнчĕ). У др. это выраж. значит: «ветер стал бушевать». || БешеныЙ; помешанный; не слушающий уговоров. Шибач. Ормăш çын (или: ормăшша кайнă). Сбился с пути, намăса пĕлмеçт, ташта та кĕрсе каять (бесстыжий, всюду лезет). || Молодец. КС. Ах, урмăш, карт’урлă пĕреççех сиксе каççа карĕ, (молодец). IЬ. Ах, урмăш, парăнмасть çав! (не поддается). || Так обзывают шалуна. Орау. Ӳксе вилен вăт, урмăш! (безумная башка). Çта хăпарса карăн? (гов. мальчугану). || Ругательство, проклятие (в роде русск, чорт возьми). Орау. Вăсампа çыхлансан, тем курăн, урмăш! Если с ними свяжешься, чорт возьми, беду наживешь!, || В значении наречия. С. Ормăш поплет. Говорит ненормально.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

наверно

1. нареч. (син. несомненно) паллах, шанчăклах; я могу говорить об этом наверное эпĕ кун çинчен шанчăклăнах калама пултаратăп
2. вводн. сл. (син. вероятно) тен, пулĕ, ахăртнех, пулмалла; наверно, он не придёт вăл килмест пулмалла

наверное

см. наверно

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

наверно

нареч. в знач. вводи. сл. тен, пулĕ, ахăр, путех, шет, ⸗тăр [⸗тĕр]; наверно, так и было çаплах пулнă пулĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

навевать наведываться навек навернă « наверно » наверное навернуть наверняка наверстать навертеть

наверно
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150