Шырав: пыран

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

айтар

2.
растаскивать, разбазаривать
вăл укçана айтарса пĕтернĕ — он разбазарил деньги
Алли пыран айтарать. — посл. На чужое добро все горазды. (букв. растаскивают, кто ни попало)

пыран

прожорливый, жадный
пыран выльăх — прожорливое животное
пыран çын — жадный человек

пыранка

диал.
то же, что пыран

пыран-килен

1.
посетители, клиенты
паян пыран-килен нумай — сегодня много посетителей

пыран-килен

2.
всякий приходящий
разные приходящие

пыран-килен çынсем — разные приходящие люди

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

пыр

II.
идти
приходить
приехать

апата пыр — приходить на обед
илсе пыр — приносить
алли пыран айтăрах, ури пыран тапăрах — идемте же, у кого ходят ноги
пырса çӳре — навещать
пырать — удовлетворительно
пырса çапăн — столкнуться

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сунтăх

сонтăх (суяды̆х, сонды̆х), ящик, сундук. См. сунтăк. Питушк. Сĕтел сонтăхĕ. Ст. Шаймурз. Юрла кăна, юрла, тиетĕр, юррăм юман сунтăх тĕпĕнче. N. † Юрлăттăм, юрлăттăм, ай, юррăм çук, юррăм юман сунтăх ăшĕнче. Альш. † Манăн юррăмсем юман сунтăхра. Ст. Шаймурз. † Ай-хай, иртсе пыран çамăрăк ĕмĕр, йĕс сунтăха хупса чарас çук. || Лавка в передней части избы с ящиком или полочкой внизу для посуды и проч. См. сунтăх сакки. К.-Кушки. Йинке, шăвăç тирке ăçта лартнă? — Сунтăха лартнăччĕ. Эпир çур. çĕршыв 11. Тĕпелте кашăк-тирĕк вырăнĕ çакăнса тăрать, аялта сунтăх ларать. Альш. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Чертаг. Сôнтăх = çăккăр-яшка хумалли вырăн. || Юрк. Сунтăх, сак айĕ. Унта путек яраççĕ. || Шкап без дверек для тарелок и проч., прибитый к стене. N. Сунтăх вăл шкап пек, анчах унăн хуппи çук; хупăлă пулсан, вăл шкап пулат. Сунтăха тĕрлĕ япаласем хураççĕ: чейник, чей-чашкисем, тата ытти вак-тĕвĕк япаласем. || Ларец. N. † Пĕчĕкçеççĕ йĕс сунтăхра чунăм пур, курайман тăшмантан хуйхăм пур. Трхбл. Пĕчĕккеççĕ сунтăхра чунăм пур. (Чĕпĕленнĕ çăмарта; алă тымарĕ, пульс). || Пенал. Трхбл. К.-Кушки. Мана тете икĕ хупăлă сунтăх илсе пачĕ. || Четыреугольная корзина, часто с крышкой. Кĕвĕсем. Хăваран сунтăх авăтăм — хăва хуппи сĕвĕнмес. Ib. Сунтăх-сунтăх сар мăйăр, çисен çимесен те катса пăх. Юрк. Сунтăх = пĕчĕкçĕ пуркă, тăваткăлскер. Ст. Шаймурз. † Хăваран сунтăх тăвăттăм, хăва хуппи сĕвĕнмест. См. сунтек. || Узор на груди женской рубахи по обеим ее сторонам. КС.

сĕтĕр

(сэ̆дэ̆р, сӧ̆дӧ̆р), волочить, тащить. Ст. Чек. Урине аран сĕтĕрсе пырат. Янтик. Маткине çӳçĕнчен тытса, урлă-пирлĕ пĕтĕм пӳртре сĕтĕрсе çӳрет упăшки. ГТТ. Сӳçрен сĕтĕрсе çӳрет. Орау. Урине сĕтĕрсе утать. Ходит и шаршит ногами. Ib. Урине сĕтĕрсе çӳрет. Волочит ногу, когда ходит. Юрк. Сухи-пуçне аран-аран сĕтĕрнĕ, час-часах чарăннă... Ку лаши те ĕлĕкхи пекех начаррине курсан: эх! тет хăй хуйхăрса. К.-Кушки. Иван арăмĕ улăмне хăй йăтайми çыхнă та, çул тăрăх сĕтĕрсе килет (везет вязанку соломы волоком). Никит. Хĕрсем пĕрмаях мана çав ваккала (в прорубь) сĕтĕреççĕ, вакка тĕксе ярасшăн пек. N. Вĕреннĕ çĕр тăрăх мĕшĕн сĕтĕрсе пыран? N. † Астăвăр-ха хăлата, чăх-чĕппине сĕтĕрет. КС. Сĕтĕрекен лашан пуçĕ хытă. N. Хытă пуçлă, чариман лашасене сĕтĕрекен лаша теççĕ. Сĕтĕрекен лашапа çӳреме пĕлес полат, пустуй чох çапма йорамаçт. Т. II. Загадки. Вăкăр виттĕр сысна сӳс сĕтĕрет. (Атă çĕлени). N. Сире пуянсемех хĕсĕрлемеççĕ-и вара? Сута та сире çавсемех сĕтĕре-сĕтĕре каймаççĕ-и? Ск. и пред. чув. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне сĕтĕрет. || Таскать, надевать. Сред. Юм. Ман кĕрĕке тек сĕтĕрсе çӳремелле мар ôна (не надевай мою шубу). Ст. Чек. Тухалатне (= туй халатне?) ялан сĕтĕрсе çӳрет ĕнтĕ (постоянно надевает поддевку). || Вытаскивать. В. Ив. Сӳре çиелтен хытнă çĕре çемçетет, муклашкасене ватать, курăксене тымарĕ-мĕнĕпе сĕтĕрсе тухать. N. Ак кăсен такисем лачакана пута-пута лараççĕ, тет. Кăсем наçил (насилу) сĕтĕре-сĕтĕре кăлараççĕ, тет. Альш. Каять вара шултăра шур-ути ӳссе: урана сĕтĕрсе кăлармалла мар (в болоте). || Поднимать (вверх). N. Хай старикки тытăннă карчăкне мачча çине çӳлелле вĕренпе сĕтĕрме. (Из сказки). || В перен. см. НИП. Халĕ питĕ сĕтĕрсе илеççĕ сăмахсене (пишут очень длинно). Çĕнтерче 15. Пуçларĕ ĕнтĕ кирлĕ маррине сĕтĕрме.

çу

масло, жир. Календ. 1903. Çу уçлама хура алăпах (с грязными руками) пикенеççĕ. В. Олг. Орен (орэн) уçласан, çу ӳкет (сбивается масло). N. Ăна кашни кунах вулатăп та, чун пĕтĕмпех савăнса каять, пĕтĕм ăшчик çу пик ирĕлсе каят. N. Пĕре сехрине хăпартрĕç те (пугнули), пирĕн улпут кайран çу пек пулчĕ (стал как масляный, т. е. ласковый, мягкий). Бел. Гора. † Çу пек çемçе аллăмпа тытса пăхайăттăм (девушек). Сред. Юм. Пирĕн ĕç халь çу çинчи пик пырать. Наше дело на мази („как по-маслу“). Ib. Тунă ĕç çу пик. Кильд. Чĕлхи-çăварĕ — çу тути. Ее речи приятны как масло. Чураль-к. † Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тохать. Собр. Нумай калаçса çу тухмаст, теççĕ. В многословии пользы нет. (Послов.) Юрк. Нуммай калаçсан та, çу тухмас-тăр çав. Собр. Хĕре чи первей венчет туса кил-хушши алăкĕ патне çитсессĕн чăкăтпа çу çитерсессĕн, хĕрĕ çу пек пулат, теççĕ. С. Алг. † Сĕтел лартса çу хуракан, ут куçĕ-тĕр (надо: вут-пуççи-тĕр) унăн чĕрисем. Пазух. Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Янорс. Ураписене çу сĕрсе (подмазав) хатĕрлесе лартрĕ. Альш. † Эпир усала кайсассăн, тăшман çĕççи çу çинче (т. е. враги будут очень рады). || Сало, жир N. Çу нумай хывнă чĕрисене. Бюрганский. Манăн чĕре эсĕ çу хывнă пекех пулчĕ. Ты влил отраду в мое сердце. Юрк. Ăшăмра пĕр пĕрчĕ çу юлмарĕ-тĕр. Я совсем истосковался, высох от горя. ЧП. Çак тăвансем аса килсессĕн, ирĕлмĕ-шин чĕренĕн çăвĕсем (не растает ли жир сердца, т. е. не буду ли я томиться тоской). Альш. † Йĕрсе, хуйхăрса ан тăрăр, хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ. Собр. † Ушкăн пыран кайăк-хур, çуначисем вĕçĕнчен çу юхат. N. Пирĕн чĕре çумĕнче пĕр чĕрĕк те çу çук-тăр. || Скоромное. В. Олг. Эс паян çу çиетĕн-и? Ешь ли ты сегодня скоромное. (То же у КС). Тораево. Çула çупа пурăнать, хĕлле типĕ. (Какая-то загадка).

çул пыран

проезжий, прохожий. ЧП. Çул пыран улпут. N. Ман патма çул пыран тусăм кĕчĕ.

çум-çакки

то же, что çумма çакмалли, прицепка; то, что привешивается, прицепляется. Рак. Мĕн ертсе тухат-ши ку (он) çум-çаккине. На что (зачем) это он таскает с собой эту прицепку! (т. е. свою плохонькую женёшку, маленькую, неработящую). N. Амăш хыçĕнчен çум-çакки пек çакăнса çӳрет. (Ребенок) неотвязно следует за своей матерью. || Неотвязный ребенок. СТИК. Çум-çакки тесе амăш çумĕнчен хăпа пĕлмесĕр, ун хыçĕнчен йĕре-йĕре те пулсан сĕтĕрĕнсе çӳрекен ачана калаççĕ. Ib. Ах, çум-çакки! Ăçта пыран тата ман хыççăн сĕтĕрĕнсе? (Говорит мать ребенку). Орау. Улатимĕре те исе кайăр (возьмите с собою).— Ан лĕпĕртет (перестань болтать вздор), ăна, çум-çаккие ертсе çӳремелле-и унта? Те утмалла, те чупмалла.

тăра юл

остаться ни с чем. СТИК. Эпĕ ăна: мĕн ман хыççăн сĕтĕрĕнсе пыран, терĕм те, вăл тăра юлчĕ, мĕскĕн. (Выраж. жалость к тому, о ком говорит).

хартлат

хрюкать, фыркать. СТИК. Сысна хартлатать. КС. Сысна хартлатать, нăрăклатать. Ib. Сысна ами, çурине тытсан, хартлатать. Сред. Юм. Хартлат = харт-харт тăвать. Изамб. Т. Хартлатат, фыркает лошадь, испугавшись (а тăлхăрат, чихает как бы). Арçури. Хура лаша ан хартлат. ЙФН. Хура лаша хартлатать. Баран. 6. Çулпа пыран кӳлнĕ лаша шăрша сиссе (почуяв запах волчий) хартлатать. Бугурусл. Çул çинче сасартăках лашасем ман хартлата пуçларĕç. Изамб. Т. Лашасем курчĕç те, хартлатса пĕр çĕре пухăнса тăчĕç. || О гармонике. Г. А. Отрыван. † Вуник хутлă хут-купăс туртмассерен хартлатать.

хура

хора, черный. См. йĕпкĕн-хура, хуп. N. Мамăк тушек сарса, чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ хура куç. N. Хура куçлă хĕр, черноглазая девица. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе, хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. N. Хура çилхеллĕ лаша, черногривый конь. ГФФ. † Пирĕн поç çинче хора калпак. У нас на голове черная шапка. Якейк. † Пуçăм толли хора калпак, пуçа тăхăнса çӳремесĕр хора халăхран уйăрлтăм. ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман, Иван тĕлне çитсессĕн арки вăр-вăр туса пырать, Иван тохтăр, тет, корнать. Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома, начинают раздуваться, как бы говорят: выходи, Иван! ГФФ. † Хора тăлăппе мохтанать. Хвастается (своим) тулупом черной дубки. ГФФ. † Пирĕн алăра хора алстой ( = алсатуль). У нас на руках черные голицы. ГФФ. † Пирĕн орара хора кĕççат. У нас на ногах черные валенки. Сет-к. † Хора çăккăр çийиччен шор колачах çиер-хе. Шишкин. † Эсир ăма пит хора? — Хора çăкăр çинĕрен. Сĕт-к. † Авоç килет ман тантăш кăвак лашине выльятса, хора çонине янтратса. Т. Григорьева. Хура ĕне сĕчĕ тутла, теççĕ. А.-п. й. 70. Тухать, тет, пуян арамĕ хура ĕнине сумашкăн. N. Хура халăхпа, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе, ачи-пăчипе, çак хура вăкăрпа асăнатпăр, тав тăватпăр сана, учук турри. А.-п. й. 5. Ĕлĕк пĕр карчăкпа старикĕн пĕр пысăк хура кушак пулнă. Оп. ис. ч. II. † Хура сăсар йĕрне йĕрлес мар, атте-анне ятне ярас мар. Не надо (мне) искать по следу черную куницу, не надо (мне) позорить имени отца-матери ГФФ. † Хора йос çи тирĕнчен те ялккас калпак çĕлетрĕм. Из шкурки черного горностая сшила шапочку. N. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, тесе юрлатчĕç авал. Оп. ис. ч. II. † Хура чĕкеç ларнă çирĕк çине, ик çунатне янă ирĕке: юратнă тăванăм килнĕ чухне, ярам-и кăмăлăма ирĕке? Опустилася на ольху ласточка черненька, распустила свои оба крылышка вольненько; как приехал мой родимый, развернуться что ли? Дать свободу ретивому, дать сердечку воли? В. С. Разум. КЧП. † Хура-хура кушакăн çăнĕ ( = çăмĕ) йăл-йăл курнатĕ. Чаду-к. Çав вăхăтра Иван хура туя илнĕ те çĕлен патшине çапнă. Бигильд. † Хусан варринче хура юпа, мĕн ырлăхпе (для какой пользы) лартнă-ши? Бюрг. † Çамкасене çырнă хура çыру, сĕтпе çуса ярсах пулмасть-çке. Ск. и пред. чув. 73. Кĕтӳ хыççăн урампа хура тусан хăпарать. N. Мăн çол çинчи хора тосанне хора-тор лаши хоскатрĕ. Орау. Пĕтĕм яла хура пĕлĕт хупласа илчĕ. Ск. и пред. чув. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. НР. † Пахчи, пахчи, çĕмĕрт пахчи, çĕмĕрт çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр,— çампа хура пултăмăр. Сады, сады, черемуховые сады! Питаясь черемухой выросли мы, потому, видно, черными мы стали. Регули 716. Çав хорараххи çирĕпрех. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывне ĕçмерĕм.|| Темный. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кулли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро || Вороной. См. йĕпкĕн-хура, хуп. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша... Ивана вороная лошадь... НР. † Хура лаша çилхине йĕс турапа турарăм. Вороного коня гриву медным гребнем расчесала я. ГФФ. † Веçа килет пирĕн йысна хора лашине сиктерсе. Вот едет наш зятек. Его вороная лошадь весется вскачь. А.-п. й. 71. Кӳмине виç пар маттур хура ут кӳлнĕ, тет. Пазух. † Хура кăна лаша, катра çилке, килĕшет хура çул çийĕнче. Юрк. Хура лаша вăрлакан шĕшкĕ айĕнче тăракан, пуйăн хĕрне вăрлакан пĕр пус укçасăр хăтăлакан. Кума-к. Тухсассăн (вылезши оттуда), хура лаша çуни çине вотă нумай тиерĕм, тет || Нечто черное, чернота. Артюшк. Ача калат: ав лере пĕр хура курăнат (что-то черное виднеется). Собр. Ирхине тăтăм та тула тухрăм, тулта хура-хура курăнать, хура мар-çке, хуралтă. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 75. Вăхăт та ĕнтĕ хура кĕре сулăнчĕ. N. Пирĕн хура кĕртенех çимелли пулман, выçă тарăхнă. О сохр. здор. П. Эпир сивĕрен хăраса хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлаттарса яратпăр. || Виçĕ пус. 6. Пусса акмасăр хура хăварса кантараççĕ. С. И. Иванов. Хурана шуратса хăварсан, чипер шăтса тикĕсленме пар, тикĕсленсе çитсен шăркана чипер лайăх ларма пар. (Из моленья). N. Ман анасене хура вырттарса ан хăварăр. || Редко. Бес. о земл. Пĕр тĕлте йывă, тепĕр тĕлте хура (сайра) ан пултăрччĕ тесе чухлас пулать. || Черное место. Альш. Ниçта пĕр хура курăнмас. Нигде не видно черного места (где бы не выросла трава). Каша. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пыр. || Бесснежный (дорога). К.-Кушки. Хура çул, бесснежная дорога. N. Утсем ырхан пулчĕç, çулсем хура пулчĕç: çитеймерĕмĕр вăхăта. Чăв. й. пур. 10. Хура çĕрте унăн лаши туртайман (весною). Бес. чув. 1. Ялсенче тĕл-тĕл хура курăна пуçларĕ, кĕперсем, тусем ытларах та хуралса карĕç. || Поздний (об осени). СТИК. Хура кĕркунне, поздняя осень (октябрь и начало ноября). N. Хура кĕркуннеччен, до поздней осени. Хăр. Паль. З. Акă пирĕн Пальля мăнкунтан хура кĕркуннеччен чавса шыççипе тата çăпанпа асапланать. || Глухой (о ночи). Якейк. Сăпаççипă атия: хора çĕрле çӳреме хора лаша исе пач. Собр. Хусантан илтĕм хура лаша хура çĕрле çӳремешкĕн. Якейк. Пирĕн мочийăн хора лаши хора çĕрле (в глухую ночь) тăрсассăн йĕвенсĕрех тыттарать. N. Ялта та хура çĕрте сасă-чĕвĕ пулмĕччĕ. N. Пирĕн пиччен хура лаши хура çĕрлерен кĕçенет. Сред. Юм. Хôра çĕртенех (в конце или середине осени) пĕррĕ кайса корнăччĕ те, çавăнтанпа такки кайман-ха. || Черная кайма. Альш. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? || Чернила. ЧП. Хурапала çырнă хутсем çинче аттепе анне ячĕ пур. Ib. Тăвансем патне хурапала салам çырса яма юрарĕ. N. Хот çине хора пĕр кĕрсен каймасть. || Грязный. Ст. Чек. Хура арăм-çке ку, кĕпине те çума пĕлмес (грязная). N. Хора кĕпе, грязная рубаха. Цив. Пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. С. Тим. Хура ура сырмарăм (не обулась в грязные онучи), урам урлă каçмарăм (не перешла). Кама 59. Питна-куçна çу малтан, хăвăнтан хура тар юхать. Ачана варалан! Бес. чув. 5. Унта вăл малтан хурарах таварсем: кăраççын, тикĕт сутнă. Юрк. Алă-шăллине хурине патăн-çке, çук-и çавăнта тасараххи. || Грязь. Шурăм-п. Юрпа çăвăнсан çич çул кайман хура каять. Тогач. Пĕве çитрĕм, çира хура каймарĕ. (Кăмака çамки). Трхбл. Шурă кĕпе час хуралат, хĕрли çапах хурине çĕклет (т. е. не так скоро марается). || В переносном значении. КС. Ят пăсăлнă çыннăн халăх çинче хура витмест (не имеет влияния на народ). Ib. Унăн ашшĕ-амăш пуян та, хурине витерет, тетчĕç авал чух. Орау. Хура витмест. Его слова не имеют веса (при брани), так как он себя замазал чем-то дурным. М. Ăнтавăш. Унăн нимĕн хури те çук. Он — беззащитное, безответное существо. Собр. Хурапа шурра паллакан пулăр. Будете разбираться в вещах. || Черный = некрасивый. ГФФ. † Сăнăм хора, ăсăм кĕске... Сам я черный (некрасивый), ума немного... || Черномазый. ГФФ. † Çампа хора полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) черномазым. || Смуглый. Сред. Юм. Хôра хĕр = смуглолицая девица. Актай. † Ай ухман Степан, суйламасăр хĕр илчĕ, сарри-хури тиркемер. СПВВ. ПВ. Хурарах-су сăнлăскер. Юрк. Атте ывăлĕ сарă ывăл, ыталаса вĕл çывăрат. Анненĕн ывăлĕ хура ывăл, кунне виççĕ хĕнемесĕр кун каçмас. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕссĕм... салху мĕлкеçĕм. N. † Айта, тантăш, киле кас, сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. (Свад. п.). N. † Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çмарта пĕçерсе хонă поль. (Свад. п.). Н. Лебеж. Ялтан яла эпĕ çӳрерĕм хуньăм хура хĕрĕ ӳсиччен; тыт куркăна, хуньăм, лар вырăнна, тайлайса тăрăп умăнта. Собр. Хуннĕм пачĕ хура хĕрне хура çĕртен чупмашкăн. || Чужой, чужак. Кильд. Çичĕ ют хура чăвашсем атте килне пухăннă. Хура выражает чужое, не близкое тебе. N. Хура çын ĕçне пурне те пĕлсе çитерейместĕп. || Большой. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет, не уйти целой. Тайба-Т. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. || Много, Сред. Юм. Хôра вăрман пик нăмай (очень много). Турх. Эп çуралнă шывçĕрте хура-хура вăрман пур. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Резкий (о ветре). N. † Вăш-вăш вĕрет хура çил, мăкăнь çеçкине çавă тăкать. N. Вăш-вăш вĕрен хура çил, тăвăр ăрамсене типĕтет. || Горький (о слезах). Янш.-Норв. Пусмисем умăнче кĕтсе те килмесен, хура куççулĕсем тухнă пулĕ. Ала 99. Хура куçшульпе макăрать. Горько плачет. Якейк. † Ирех тăтăм ирĕксĕр, хура кушшульпе пит çурăм. (Солд. п.). || Мрачный (о думах). Полтава 40. Кетмăн хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || Сильный (о заморозках в мае). ЧП. Сатри улма чечекне хура тăм ӳксе пĕтерчĕ. || Г. А. Отрыв. † Эпĕ савнипе уйăрлнă кун пĕлĕтлĕ кун пулайрĕ, хура çăмăр çăвайрĕ. N. Хурăн тăрри хумханать, хура çăмăр кĕтет пуль. N. Сирĕн пӳрт çине тренче витнĕ, хура çумăр çуса хуратнă, çавăнпа тимĕрĕн курăнать вăл. Чăв.-к. Çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, хура çумăр килчĕ хуратрĕ, хура чусли тесе ыйтаççĕ. || Злой (враг). Юрк. Урама тухма халăм çук: курăна тăрат хура тăшман. У меня нет возможности выйти на улицу: (как не посмотришь, все) злой враг стоит перед моими глазами. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕех те çинçе пӳçĕм авкаланать хура çын аллинче. Янш.-Норв. † Хура çăварлă халăхсем, евчĕ килне кĕменни атте килне сырса илнĕ. (Хĕр йĕрри). Чăв.-к. Кив Улхаш чăваш — хура чăваш, мана илме килнĕ пулĕ. (Хĕр йĕрри). Бур. Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, хур пулминччĕ хура çын аллинче. || Горный берег (?). N. Эсир вутă йăлăмра туни, хурара туса-и? || Назв. болезни (о глазах). Кан. Хура карнă куç кастарнă хыççăн куракан пулнă. || Назв. растения. В. Олг. Хура, былинка, чернобыль (?). Шибач. Хура = сухая полынь. Бур. † Çил вĕрмесĕр хурасем хумхансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Альш. † Çил вĕрмесĕр хура (т. е. хытхура = хура эрĕм) тапрансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Тайба Т. † Çил вĕрмесĕр хура (мăян е эрĕм) ай тапранат, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. N. Хура = хăвра.

хора катка

черный дятел. См. хора тăхран. Якейк. Хора катка, хора катка, ăстан пыран çол пыран.

кĕлĕ

(к'э̆л'э̆), моленье; молитва. Туй. Кĕлле маçтăр çын, знаток молитвы. || Хорошее пожелание. Т. VI, 62. Урăх сире нимĕн те кала пĕлместĕп, манăн кĕллĕм çак таранччен анчах. || Церковная служба. НАК. Сурăх-ури кунĕ, кĕлĕрен тухсассăн, вара кашни çын патĕнче ĕссĕр çынсем юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Тимяши. Акă çурçĕр тĕлĕнче кĕлĕ тытăнчĕ. Альш. Пĕр-ик кунтан Пукрав кĕлли кунĕ тенĕ чухне, е чăн Пукрав кунĕ... Ib. Хăятран тавăрăнаççĕ, кĕлли кунĕ (в день престольного праздника, 16 июня). Ib. Праçникĕн кĕлли кунĕ. В день службы во имя праздника. Ходар. Çапла хăтланса, вăлсем мăнкун ирхи кĕллине чан çапачченех çӳреççĕ (вирĕм ачисем). || Назв. божеств. Т. VI, 72... Унтан хăрпан, хĕрлĕ çырла (?), кĕлĕ, мăн кĕлĕ, çуртри Аслă кĕлĕ, вăталăх кĕлĕ, кĕçĕн кĕлĕ, Такталăри кĕçĕн кĕлĕ, аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ, Илюха-хун хĕр тăвĕ, кĕмĕл султан кукрĕнчи кĕлĕ (здесь сохраняю правоп. оригинала), хура кӳл çинчи, хура шыв çинчи кĕлĕсем, çилпе пыран кĕлĕ, çилпе çӳрен кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ амăшĕ, иртсе пыран кĕлĕ, иртсе пыран ырă амăшĕ, тивни пур-тăр, тименни пур-тăр, çитни пур-тăр, çитменни пур-тăр — кĕлтăватпăр ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Ib. Шыв çинчи кĕламăшĕ, шывçинчи кĕлĕ. Ст. Яха-к. Унтан тата хыçалти тăватă кĕлле пилĕкшер нухрат илсе пăрахас пулат. (Туй таврашĕ тасаттарни). Ib. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман («не схватил»). Изванк. Тĕп-сакане ак çакăнпа çуртăсем лартаççĕ: малтан вилнĕ çынсем, пиханпарсем (так!), хĕрт-сортсем, кĕлĕсем, килсе, тĕп-саканче сыхласа тăраççĕ, теççĕ (во время «çĕр тавраш»). Яргуньк. Лашасем чирлесен е вилсен, юмăçа кайнă. Юмăç каланă: кĕлĕ çинче е килемет (так!) çинче çĕмел çĕмĕрн(ĕ), тесе каланă. ЧС. Çав киремете пирĕн ялсем: чăн аслă, хаяр кĕлĕ, тесе пит хĕсеплесе тăраççĕ. Paas. Кĕлĕ — дух мольбища.

тĕлле

намечать направление. Альш. Каятăп хай хăй çутине тĕллесе. Собр. Эпир килтĕмĕр ушкĕнпе хăтаçĕм килне тĕллесе. || Указывать (рукой) направление. Шорк. Хĕвеле аллупа ан тĕлле, пĕлĕте аллупа, масара аллупа ан тĕлле, терĕ. Хăр. Паль. ЗЗ. Тĕллесе кăтартать. Ачач 82. Митюк çурчĕ умнелле тĕллесе кăтартнă пек тăвать. || Наметить. Изамб. Т. Усем те пăсмасан, ывăлĕ те кăмăлласан, вара çав тĕлленĕ хĕре хăтана каяс пулать. || Юрк. Санăн çемйӳ пурне-мĕнне пĕлсе тĕллесе туса тăмаççĕ, тухса кай, теççĕ. || Смотреть пристально. Пшкрт. Мĕн тĕллесе пăхан мана, кормасатни мĕн. Ачач 103. Пасар кунĕ халăх хушшине лайăхрах пăхманни, асăрхаманни, кашнинех куçран тĕлле-тĕлле лартса иртерсе яманни ниçта та хăварман. Хорачка. Мана тӳрех тĕллесе пыхрă (пристально). N. Мана ӳкересшĕн куçĕсене ман çине тĕллерĕç. || Целиться, взять на прицел. Шорк. Вăл пăшалпа мана алăран тĕллерĕ. Вăл пăшалпа ман алла тĕллерĕ. Вăл ман куçран тĕллерĕ. Вăл ман куçа тӳрех тĕллерĕ. N. Салтаксам пăшалсене харăс тĕллеççĕ. N. Эпĕ тилле (перес тесе) пăшалпа тĕллерĕм. Изамб. Т. Эп тĕллесе тăнă чухне кайăк-кăвакал вĕçсе карĕ. N. Эсĕ мĕне тĕллерĕн? Пшкрт. Эп пăшалпа çынна тĕллерĕм. N. Çавна ку тĕллесе сăнăпа чике пачĕ тет. N. Çак çын пыракан çул çинчех пĕр кайăкра çӳрекен çын кăвакала пăшалпа перес пек тĕллесе тăрать, тет. Б. Олг. Эп пăшалпа тĕллетĕп молкача, молкача пертĕм тытрăм. Вир-ял. Ултă пăшалпа тĕллесе ултă пăчăр тытрăмăр. Шел. 98. Пăшалĕсемпе кăкра тĕллеççĕ. СТИК. Салтаксем пăшалĕсемпе тĕллерĕç. Солдаты прицелились из ружей. Синерь. Эсĕ те мана виçĕ хут пăшалпа тĕллерĕн. || Целить. N. Пĕр маях мана тĕллерĕ. Раав. 122. Тĕллесе пыран инкеке-синкере сирсе яр. N. Тĕллесе кала, прямо сказать (на кого).

чучу

качель. Абыз. || Зыбка. Тет. Смолькино. Чучу аван ачине, çывăрттарас çав ăна. Ачи ачи ача пек, арча çинчи укçа пек, ашшĕпеле амăшне ылтăн-кĕмĕл курăнат. Иртсе пыран çыннине креçе çинчи çӳп те мар, çапах ăна пăхмалла, пăхмасассăн ӳсес çук, эпир ăна пăхăпăр, çын аллине памăпăр. Курм. Чучу, ачам, орчиç йывăç пӳкечи, план мыри çекли, тет, çиччĕ пирри çийĕнче, саккăр пирри айĕнче.

шăлтăрма

блок (ткацкого станка). ЩС. Шăлтăрма, колеса, на которые вешаются ниченки. Мыслец. Шăлтăрма, вертушки (ткацкого станка). Мочеи. Шăлтăрма, ун çинче кĕрĕ çӳрет. Изамб. Т. Кĕрĕсене шăлтăрмаран çакаççĕ. Сред. Юм. Шăлтăрма, пир вырнĕ çумне çӳлтен çакса яракан, унтан хăйĕнчен кĕрĕ çакса яракан урапаллă япалана калаççĕ. Якейк. Кĕртен çӳлелли япаласене порне пĕрле шăлтăрма теççĕ. Т.-И.-Шем. Шăлтăр-шăлтăр шăлтăрма, шăл хушшисем хавшанă. Токташ. Шăлтăрма, блок для поворачивания мельницы, на конце „арман хӳри“. || Моркар. Шăлтăрма (на мельнице), блок, прибитый к ковшу; через него проведена тонкая веревочка от корытца (алтăркаç) к крутой дощечке (сып яраканни). См. арман. || С. Дув. Вăл карташ варринче сакăрвунă ылтăн юпа пур, кашни ылтăн юпинче сакăрвунĕ кĕмĕл шăлтăрма, чупса пыран ут-выльăха кăкарса кантарма пĕр шăлтăрмине памăр-ши пире? || Сучилка. N. Шăлтăрма – когда лошадь пускают, вĕренĕ ситрелмес, вертится. См. вĕрен шăлтăрми. || Назв. травы.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пыракан-ларакан

(-ган), (-ган), приходящий вообще. СПВВ. БМ. Пыракан-ларакан и т. п. пыран-ларан.

пыран

прожорливый. Начерт. 137. Слеп. Пыран çын; пыран выльăх çолтан йолмаст.

арлă-пирлĕ

v. ignota, неизвестное слово в заклинании. Альш. Тĕтĕрни. Е пĕсмĕлле, турă çырлах! Тăвас чӳкĕ çырлахтăр, хывас вилли пиллетĕр. [Адам ятсăр çуралать этем Эй кутĕнче пĕр тĕк çав. Эти слова в рукописи зачеркнуты]. Е пĕсмĕлле, Адам ятсăр çуралмас. Атăл урлă, Сăр урлă лаша патман (чит.: Ашапатман) старик килнĕ — çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк; çав вĕрет те сурат та, кăларат та ярат та: ылттăн таканипе авăсса каларат, кĕмĕл шăпăрĕпе шăлса кăларат. Пăлат (булатным) çĕççипе касат та чикет те, кăларат та ярат та. Вĕрӳçе карчăк килте çук, пырса ярăтăм, укçи çук. Куç тух, куç тух! Каç кайса вырттăр, ир выляса лартăр; хăмла пек хăпартăр, çулçă пек саралтăр (надо: сарăлтăр). Сала-кăмпи салатса ярат, юман-кăмпи вĕрсе сурса кăларат. Ип пултăр, сип пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр. Суя тени тьăн пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр (пусть на этом кончится отчитывание). Кун кунлама кун патăр, çĕр çĕрлеме çĕр патăр, турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх (польза) пултăр. Çан (тело) çăмăллăхне, пуç сывлăхне патăр. Арлă-пирлĕ хура куç, юхса пыран юхăм шыв; юхăм шывпа юхса кайтăр, вĕçен çилпе вĕçсе кайтăр. Кун таврăнат (как вновь возвращается день) — таврăнтăр, çĕр таврăнат — таврăнтăр, пĕлĕт сирĕлет — сирĕлтĕр. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, ӳтĕнчен-тирĕнчен, шăмминчен-шаккинчен, сăнĕнчен-сăпатĕнчен, чĕринчен, чĕрни вĕçĕнчен тухса кайтăр. Куç тух! Куç тух! Юман-кăмпи çинче вуттăмас, Иван çинче куç тăмас. Куç тух! Куç тух! Тфу! Хура куç, сарă куç, çирă (карий) куç... куç, хура çынта хура куç, сарă çынта сарă куç, çирă çынта çира куç. Кун таврăнат — таврăн, çĕр таврăнат — таврăн, пĕлĕт сирĕлет — сирĕл — ыран та мар, паян та мар, халь, те пулин халех, тет. Куç тух! Тфу!

пӳтек-пыран

то же, что путек-пыран. Сред. Юм. Хĕлле пӳтек-пыран кӳрте пуçласан пӳрт чыссăрланать. Ib. Хĕлле пӳтек-пыран ôсрама пĕчик пӳрт пит кирлĕ.

пĕрле

вместе. Альш. Кĕçĕн ывăлĕ хăйĕн тетĕшĕ вăрă иккенне пĕрле ӳссе те пĕлмен, тет. Сунт. Тĕрĕс, атте вилсен те пĕрле. N. Унăн япалисене арчипе пĕрлех исе кайнă. N. Тата хăш çемьере арăм тăлăха юлса пĕчĕк ачисемпе ĕçне çынпа пĕрле пуçтараймасть. Кора-к. Çарăк аксассăн (когда посеешь), пĕрле тăвăпăр, тесе калат, тет, упа. С. Тим. † Санпа манăн сăмах пит килет, ачаран пĕрле тăнăран. Альш. Хĕр сăрие пыран (= пыракан) хĕр пуçне çич-сакăр витре сăра илсе, пĕрле-пĕрле яраççĕ ăна. IЬ. Çикелесен, апатланкаласан, пурте пĕрлерех тухса утаççĕ хайхисем пасара. IЬ. Çапла темиçе ял пĕрлерех, темиçе ял пĕрлерех ларса пĕтнĕ ĕнтĕ вăл чăвашсем. Регули 968. Пĕрле хуса килтĕмĕр; пĕрле кайрăмăр. ССО. Эсĕ пĕр-пĕр кивĕ укçа тупнă, пĕрле тăвар, вара ярăпăр сана. Сред. Юм. Иккĕн йонашар отса пынă чохне пĕри ӳке-парсан, тепри ôна кôлса: ôкçа топрăн-а мĕн, пĕрле пôлтăр, тет. || Одновременно. Сред. Юм. Пĕрлерехех тôхса кайрĕç ăсĕм, пирĕн тохса кайсан, сирĕн пĕр çôр сехетрен те ытла тăмарĕ пôль.

айтатăр

απαξ είϱἠμενον, quod 3 pers. sing, imper. verbi 2. айта esse videtur (?), повидимому (?), З л. ед. ч. пов. накл. от гл. айта. Ст. Дуван. † Алли пыран айтатăр, чăн хĕр-сăри çак пултăр. Кто довок и способен выполнять какое бы то ни было дело, тот пусть идет туда; пусть это будет настоящее девичье гулянье.

алли пыран

(п̚ыран), sollers, гораздый. || Universi, все. Альш. Çын кĕнĕ çĕрех лайăх кĕнеке хунă та, алли пыран тытса пăхать. У него при самом входе лежит интересная книга, и всякий (alias: кто горазд) берет ее и рассматривает. Ib. Алли пыран айтăрах: чăн хĕр-сăри çак пулĕ. Кто ловок и горазд? идите туда: это будет настоящее хĕр-сăри. Череп. Алли пыран ĕçлесен ĕç час полать. У того, кто горазд (или: если все работают. Сред. Юм.), работа быстро приходит к концу.

апус

(абус), vehiculorum onustorum ordo, quae continuato agmine proficiscuntur, обоз. Стар. Шайм. † Аслă çулпа апус, ай, килет-ĕçке. Поболыпой дороге приближается обоз. ЧП. † Аслă çулпа пыран апуссем – улма-чăпар учĕ çул-пуçĕ. У обоза, идущего по большой дороге, передняя лошадь вся в яблоках (так назыв. особая масть, железо-сивая с пятнами). ЧП. Аслă çул синçи апуссем. Обозы, находящиеся на большой дороге. То же слово есть в Череп. и Ст. Чек.

кура

смотря на; из-за; по причине; соответственно. N. Тен, эсир аван вырнаçсан (устроитесь на новом месте), сире кура тата ыттисем пырĕç. Орау. Ăна, пĕчĕккĕ тесе, ан кала эсĕ, вăл хăне кура мар. Ib. Усалăн кăмăлĕ те питне-куçне кура. У него, негодяя, и характер в рожу (т. е. соответствует его внешности). Ib. Хăй, хăне кура мар, шăрчăк пек чăлт-чăлт анчах сикет. Петушится не по достоинству своему, хотя сам — ничтожество. N. Çулне кура мар пысăк. Велик (телом) не по годам. Хăй çулне кура мар ăслă. Умён не по летам. N. Пĕр-пĕрне кура мар. Чубаево. Пĕр вăхăтра, хам аптратнине кура, атте пĕрре çапла каларĕ: школа кайса пăхас пуль, Виктăра хут вĕрентме леçес. Юрк. Калама та çук, хăваттирĕм хакне кура (по ее цене) пит аван. ТММ. Кил йышне кура пыран çын. Изамб. Т. Пуçне кура (соответственно) китăн (у кита) çăварĕ те пит пысăк. Ст. Чек. Хăна кура мар йывăç аван! Не по себе дерево клонишь! (о женитьбе). Ib. Кăмăлне кура телейĕ. По характеру и счастье. (Послов.). Н. Кунаш. † Ким чече, ким чече, киле кура пĕр кура... еtс. Бишб. Кăвакал кӳллине кура (соображаясь с глубиною озера) чăмат. Чураль-к. Хытă пăтă çимĕтĕм, çывне кура (из-за масла) çиетĕп. Микушк. † Укăльча тулашĕнчи лас хурăн («кудрявая старая береза»), ласне кура пас тытнă; пирĕн пек çамрăк ачасене йăвашне кура (вследствие их смиренства), çын çиет (про них сплетничают).

яр

подр. плавному движению, движению по прямой линии; подр. яркому свету. Сред. Юм. Манран аякра та мар, пĕр çăлтăр ярр! ярнса анчĕ. Янш.-Норв. Çăлтăр ярр! ӳкрĕ. Звезда упала плавно (с изв. скоростью). В К.-Кушки çăлтăр ярр! анчĕ ― звезда упала, делая продолжительное движение. Альш. Çиçĕм ярр аялла çиçрĕ (прямо вниз). Тет. Çăлтăр ярр! юхса кайрĕ. Янтик. Яр (а произн. почти как о) уяр (значит: на небе нет ни облачка; чистое, голубое небо). КС. Çăлтăр хĕвел-анăç енчен тапранчĕ те, хĕвел-тухăç енне яррр! кайса ӳккĕрĕ. (Падение звезды). Шурăм-п. № 26. Çăлтăр ярр, çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. КС. Вут çутти ярах ӳкнĕ (или: çан-çутă ӳкнĕ). Виднеется яркое зарево. Орау. Ярах тул çутăлать, алтансем алтмаççĕ. Уж совсем светает, петухи не поют. Ib. Тул ярах çуталчĕ. Совсем уж рассветало. || Подр. раскрытию настежь, совсем. N. Яр уçат та, яр хупат (окно). БАБ. Унччен те пулмарĕ, тет, çырăк (= çирĕк) яр уçăлса кайрĕ, тет те, Иисуса хăй ăшне лап хупласа илчĕ, тет (когда его преследовали враги, желая убить). Орау. Алăк яр уçăлчĕ те, пĕр ӳссĕр вырăс килчĕ-кĕчĕ. (Ярр выражало бы здесь усиление). Сборн. мол. Вăл вара хăй тумтирне илнĕ те, ярах çурса пăрахнă. Орау. Алăкне ярах уç, тĕтĕмĕ тухтăр. Чхейп. Алăк патнелле тăрса, алăкне ярах уççа пăрахса. Бугульм. † Алăкăра тапрăм, яр уçăлчĕ. N. Алăка ярр! уççа ячĕ. Альш. Пăр яр çурăлса кайрĕ. Лед раскололся по прямой линии, моментально, на большом расстоянии (напр., от одного берега до другого). || Подр. плавному движению (с известной скоростью). КС. Пăр çинче пынă чух ура ярах (сразу) шуса карĕ (скользнула, т. е. поскользнулась). Еково. Ярр тăсăлчĕ. Растянулась (лошадь). 1-ая кн. для чт. 1912, 5. Халран кайнипе хăй (собака) ярах тăсăлса выртнă. Якейк. Хăмла алăран ӳкрĕ те, çӳлелле (вверх) хытă яр вĕçсе карĕ (от ветра). Микушк. Çав тӳрĕ (дух) лекнĕ пусан, яр кай, тет; яр каймасан, тата сулласа ларать (кусок хлеба, надетый на иголку). Н. Карм. † Эп ыр курас пулсассăн, яр, яр (крупным шагом) утса кай, лаша. Ч.П. Çӳçе-пуçа якатса, урам тăрăх яр-яр-яр. (В Янш.-Норв. в этом сл. яр-яр, подр. движениям чел., который прогуливается «с восторгом, с торжеством, с изв. скоростью»). СТИК. Ту çинчен яр ярăнса антăм. Скатился. («Выражает образ действия». В Янш.-Норв. это зн.: скатился плавно и более или менее скоро; по объяснению А. М. Шакмакова (К-Кушки) — скатился быстро). Калашн. Хăмапа çаптарнă хапхасен умне яр тухаççĕ çĕнĕ-çынсем, сар хĕрсем. Батыр. † Яр, яр (здесь в адъективном зн.) пулă пулăттăм, пăр айĕнчен чăмăттăм. Альших. † Алших шывĕ тарăн шыв, яр-яр ишсе пулмарĕ. КС. Салакайăк хорчки ярр ярăнса анчĕ (без движения крыльев). || Подр. быстрому и стройному росту. Альших. Яр ӳссе кайнă. (Дерево) выросло быстро и прямо (стройно). || Подр. качанию зыбкого, упругого предмета. Сред. Юм. Пысăк йывăç тăрри çил пȏр чохне ярр, ярр! ярнать. IЬ. Хосанти чавсаллă тарантассĕм çине ларсан яр, яр-çиç ярнса пыран. IЬ. Пӳрт тунă чȏхне отса çӳреме хȏракан хăмасĕм ярр-ярр! ярнаççĕ. IЬ. Прахут хȏмĕ çинчен пĕчикрех лоткасĕм ярр, ярр! ярнаççĕ. IЬ. Хăма пуçĕ çине тăрса ярнсан, хăма ярр, ярр! ярнать. См. еще Паас. 21.

йыт

собака. См. йытă. Образцы II, 108. Хура çырла авăрне хурт çирĕ, пирĕн çамрăк телее йыт çирĕ. Арçури. Пĕр старик вăрманта чĕлĕм чĕртме тапратнă; куç витĕрех мар пирки, пыран ута курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет (умер собачьей смертью). Орау. Кашăкки йыт чĕлхи пек (похожа на собачий язык) те, умпа хăçан тултаран. Изамб. Т. Епле сирĕн ул йыт çимен çимĕçе çиес килет? Как это вам хочется есть пищу, которой и собака не стала бы есть? Т. Григорьева. Йытăн (йыттăн) хӳри кукăр, уна шанма çук, теççĕ. У собаки хвост кривой, ей доверять нельзя. (Послов.). Сред. Юм. Йытпа кȏшак пик вăрçса-тйвĕçсе порнатăр çанта. Живете во вражде, как кошка с собакой. Г. Т. Тимоф. Вилнĕ çынсем хăйсене асăннă çĕре йытă сăмсисем çине ларса килеççĕ, теççĕ. Говорят, что покойники (во время поминания их) являются на поминки на собачьих мордах. Сред. Юм. Манпа пит çапкаланса çӳретем эп сана! Пĕр хĕнеме пуçласан, йыт вилли тăвăп эп сана! (Изобью как собаку!). IЬ. Ман пик патак çинĕ çын тĕнчере тепĕр пор-ши ȏ? Йыт çимен патакка эп çинĕ (собака не видела столько побоев, сколько их я перенесла). Арçури. Йыт орипе от (как собака).

йыш

(jыш), семья. Н. Т. Ч. Арăмĕ вара хуранти пăттине хай тăпăрăслă сĕтне сĕтел çине антарса лартат, вара пур пек йышĕ ларса çиет. Собр. Йышне кура хурăнташĕ. Смотря по семье и родня. (Послов.). Ала 71°. † Çич ют йышĕ умĕнче мĕн каласан килĕ-ши? Аххаяссăм, аххаяс, хай-хай, аххай, аххаяс! . 93°. Вăсен йышĕ мĕн пурĕ çиччĕн пулнă. М. П. Петр. Йыш — семья в доме; свойство, порода. Сала 183. Патша ывăлĕ кĕрсен, çурт йышисем: авланатна? тесе ыйтаççĕ. Янш.-Норв. Авланас текен йышне те çын питĕ кирлĕ пулсан: памастпăр (девушку), тенĕ сăмаха пăхса тăмаççĕ (не обращают внимания на отказ). || В переносном зн. Ист. Церк. Монахсем пурте пĕрле, пĕр йыш пулса, пурăнакан монастырсене общежитие теççĕ. Ч. П. Кĕчӳне ӳсекен çамрăксем патшалăха (салтака) каяççĕ йыш пулаççĕ; ах мăнтарăн хĕрĕсем, çичĕ юта каять, йыш пулать (присоединяются к чужому семейству). Янтик. † Амаран хĕр çуралать, юта каять, йыш пулать (хушать?). || Артель, люди. Йышпа ĕçлеме лайăх. С людьми работать хорошо. N. Эпĕр асăнни сакăр кун, тухни тăхăр кун, йыш пуçтарни виçĕ кун. (Такмак). А. Турх. Йышĕ çитет-ха вăл та. Людей-то достаточно (для работы). IЬ. Йыш тупрăр-а? Нашли ли достаточно людей для работы? (или игры и пр.). Янш.-Норв. Çук, кăçал памастпăр (дочь замуж); ĕçлеме те йыш çук, пăртак амăшне пулăшкаласа пурăнтăр-ха. N. Ĕçлеме йыш тупма кайнă. Ч. С. Тырăсене кӳртсе, улăмсене купаласа пĕтерсен, ыраш çапнă йышсене апат çитерсе ятăмăр. || Товарищ. Ч. П. Кам пире тĕл пулсан, ай, тус пултăр, кам пире май пыран, ай, йыш пултăр. Ст. Шаймурз. Суйлан йышне тупман, тет. (Послов.).

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

мăй-пăран

(п̚ы̆ран, с очень коротким ы̆), мăйпран, кривошейный? Собр. Пĕр карта сурăхăм пур, пурте мăй-пăран. (Кукăль). || Маленькая птичка (чăлт-шурă, уласкер, уйăп манерлĕскер Пи-пи-пи-пи! тет. Гнездо связывает конским волосом — хĕлехпе). Нюш-к. Мăй-пран, птица. Ib. Мăй-пран: мăй-мăй-мăй-мăй! тесе авăтать. Мăй-пăран шупчăкран (= шăпчăкран) кĕлт çеç хĕрлĕрех; пысăкĕш шупчăк пекех.— Мăй-пăран авта пуçларĕ, ăшăтать ĕнтĕ, теççĕ. Çерçирен кĕлт тĕттĕмрех. Собр. † Пăй-пăй! мăй-пăран; мăй-пăранăн виç чĕппи виç йăва çинче, лараççĕ. Сред. Юм. Мăй-пăран алтать (поёт. Пĕчик çерçи пик кайăк; ô çôркôнне, чисти йôр кайса пĕтсен тин килет те, йăвине юпа хăвăлĕсене тăвать). Ib. Мĕн... мăй-пăран пик мăйлатан! (Пит çинçе саспа йĕрекен ачасене çапла калаççĕ). Разг. С. Мих. 39. Мăйпран („малиновка“): мăй-мăй! тесе кăçкăрсан: ака патне тохас вăхăт çитрĕ, тетчĕç. || В перен. см. человек, недовольный чем-нибудь, напр., раздачей подарков и пр. Зап. ВНО. (Буин.). См. пăй.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

витĕр

(видэ̆р), сквозь, насквось; через. Употребл. и как наречие. Вишн. 72. Çăмăр шывĕ, юр шывĕ çĕре аннă чухне, пĕр-пĕр витĕр каларман çĕр сийĕне(= сине), е чуллă çĕре, е çара тăмлă çĕре çитсен, чарăнать. Сред. Юм. Пĕр пилĕк çухрăма яхăн чухне çôмăр килсе пусрĕ те, иртсе каймарĕ, так çăмăр витĕрех килтĕмĕр. Янтик. † И, утар-и, утар-и, тутăр витĕр пăхар-и? Макка 53. Вăл вăрманта вăрă-хурахсем питĕ нумай пулнă, теччĕç. Витĕр тухнă тух, çыннисене вĕлерсе, лашисене вăрласа кайнă. Юрк. † Пирĕн савнă туссем мĕшĕн салху-ши? те çын витĕр сăмах илтнĕрен? Янтик. † Çакă Тимеш (Янтиковский) хĕрĕсем витĕр курнан шăрçа пек. Альш. Витĕр касса кĕрет çил. Пронизывает насквозь ветер. СПВВ. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухасе пек калаçнă. Он говорил так, как будто. Сред. Юм. Пит вастра мар-и ô? витĕр тохса каять вит ô (ловкий человек). Ст. Ганък. † Ула лаша, сарă лаша, пасар урамĕ витĕр (через весь базар) курăнать. Б. Нигыши. Ун хыçĕнчн кăркка аçи сикнĕ-тухнă та, кашкăра витрех (= витĕрех) хăваласа кайнă. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витĕр витерет. N. Пире çăмăр витĕрех йĕпетрĕ (насквозь промочил). Юрк. † Сарă çарăксенĕн хупписене сарайсем (навес) витĕр ывăтрăм. Стюх. † Чĕршĕ (?) кĕлет алăкне витĕр çурса касăпăр. Сред. Юм. Чôхăн пôрнать, тессине: ôнта витĕрех кôрнать-çке вара, теççĕ. С.-Устье. Касамачĕ витĕр кĕме сакăр алăк пулнă, тет. Урмай. Тепĕртак пурăнсан, (кăмака çине акнă пăрçа) пӳрт тăрринчи улăмне те шăтарса тухрĕ, тет, те, çӳлелле витрех (= витĕрех) çитĕнсе карĕ, тет (высоко, в высь). Яргунък. Йăван ули тенĕскер, Палламанăн хуçи сенкĕ йăтса пынине курсан: чăнах чиксе пăрахмах килет ку, тесе, тӳрех капан тăрринчен çĕре сикнĕ те, киле витĕрех (не останавливаясь) тарнă. Торп-к. Ывăлĕсем çĕнĕ çĕре витрех (витĕрех) тарнă, тет. Тип-Сир. Вăрманалла витрех (витĕрех) кайнă. Удалились далеко в глубь леса (в погоне за зайцем). Т. М. Матв. Вырнă чухне пĕрер выраканпа унăн каçалăкĕ хушшинчен тухсан: алă витĕр тухрĕ, теççĕ. Алă витĕр тухсан, каçалăк выракан аллине çурлапа касать, тет; çавăнпа алă витĕр тухма хушмаççĕ. Стюх. † Кантур тӳри витĕр (чрез посредство...) çыру килет, пирĕн куç-çульсене çав тăкать. || Совсем, определенно, окончательно. Норус. † Йăлтăр курнан хĕрсеме (= хĕрсене) витрех (витĕрех) парса ятăмăр. (Туй юрри). || Ясно. О сохр. здор. 91. Тăра-киле вара куç час ывăнакан пулса, таса, витĕр курми пулать. СТИК. Витĕр таса куçлă, с чистыми, ясными глазами. Ib. Унăн куçĕ витĕр курать (видят отчетливо). Собр. Куç-пуç витĕр мар çын турра курнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Витĕр курăнать. 1) Очень чист, прозрачен; 2) живет бедно. Арçури. Куçĕ витĕр мар пирки, пыран лаша курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет. Хыпар № 16, 1906. Тĕрĕс сăмахĕсене те вăр-вар çавăрса, витĕр татса (определенно) калаймаççĕ. Трахома. Вара вăл куç умĕнчи япаласене, пӳртсене, урампа иртсе пыракан çынна та витĕр курми пулать. Ч. С. Витĕртерех пĕлесшĕн, чтобы знать точнее, наверно. С. Коçăм пит витĕрех мар та (не зорки), ойăримарăм (не различил). || О сохр. здор. 53. Тутлă тулă чустинчен тунă апатсем витĕр пĕçернĕ пулсан (пропечены), часах çĕреççĕ (перевариваются). || Бойкий, дошлый. Хыпар № 42, 1906. Витĕртерех чиновниксем. Ib. № 7, 1906. Витерех мар хресçенсем те стражниксем кирлĕ мар; вĕсемшĕн ытлашши укçа пĕтермелле мар, теççĕ. Ib. № 36, 1906. Тата витĕртерех пулмĕ-ши? || Очень. СПВВ. Витĕр чипер. Ч. П. Хăшĕ витĕр чипер, вăл пире. || Очень громко. Альш. † Вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || На далекое расстояние. Коракыш. Хăй пысăк та мар, сасси таçта витрех (= витĕрех) илтĕнет. (Парапан). || Подробно, точно. Ч. С. Çимĕк хăçан çитнине, çимĕкре мĕн тунине (что делают) чăвашсем ачи-пăчи-мĕннипе витĕр пĕлсе тăраççĕ.

уртăш-йывăç

можжевельник. Трхбл. Хура вăрман витĕр тухрăм (siс!) чунĕ уртăш йывăç çине уртăнтăм. N. Вĕçсе пыран ăмăрт-кайăк та уртăш-йывăç çине ларса канать.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

обжора

сущ.муж. и жен.
пыран, çăткăн, тăранми пыр, шампа хырăм

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

обжора

упшур, ҫӑткӑн, пыран çын, выҫӑ пыр, сӑхӑм, хыпкӑн, капар.

прожорливый

ҫӑткӑн, ытла нумай ҫиекен, тăрана пĕлмен, пыран.

уминать

что несов., умять, умну сов. 1. лайăхрах çăрса çемçет (тăма); 2. чышса тултар (утта миххе); 3. таптаса пĕтер (курăка); 4. разг. ытла пыран (нумай) çи, пĕтĕр.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

обжора

м. и ж. разг. пыран, çăткăн, вупкăн, шампа хырăм, сăхăм.

посетитель

м. килен-каян, пыран-килен (çын), тухан-кĕрен, пыракан, çӳрекен.

прожорливый

прил. çăткăн, тăрана пĕлмен, ĕмĕтсĕр, капар, çăтăх, вупкăн, пыран; прожорливый человек çăткăн çын, шампа хырăм; прожорливое животное пыран выльăх; прожорливая рыба çăтăх пулă.

чревоугодник

м. çăткăн, пыран, çиме юратакан.

чревоугодничать

несов. çиме юрат, пыран пул, çăткăнлан.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

пыран

«прожорливый», «жадный»; тат. О бирән «обжора»; «человек с большим животом» (от водянки); башк. бирән «водянка»; «человек с болезненно вздутым животом»; «обжора», «чревоугодник»; чув. пыранлан. тат. бирәнлән «объедаться», «жадничать» (в еде).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

кас

я.я. урам. Тата камран та пулин çыру илсен те çавăн пекех тарăхса пĕтетĕн: пĕрин патне йăтса каян – килте çук, тепĕрин патне пыран – вулаймасть; çапла хăш чухне пĕр çыру вулаттарасшăн пĕтĕм касса (урама) çавăрăнатăн; тата вăл çырура те ют çын пĕлмелле япала çинчен çырнă, те çук, ăна пĕлместĕн [Абрамов 1988:178].

çул пыран

иртен-çӳрен. Вĕсем патне пĕр-пĕр иртен-çӳрен (çул пыран) кĕрсен вĕсем ăна ĕçтернĕ, çитернĕ <…> [Рассказы 1909:3].

Çавăн пекех пăхăр:

пырак пыракан тăвакан пыракан-ларакан пыралла « пыран » пыран-килен пыранăç пыранçă пыранçи пыранка

пыран
Пуплев пайĕ
Паллă ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150