сĕре
1. разг.
очень
страшно, жутко
сĕре лайăх кĕнеке ку — это очень хорошая книга
кӳршĕсен йытти сĕре хаяр — соседская собака жутко злая
сĕре
2. диал.
зря, напрасно, попусту, понапрасну
ачана сĕре вăрçаççĕ — зря ругают мальчишку
сĕрепсĕр
3.
то же, что сĕре 1.
сĕрепсĕр нумай — страшно много
сĕре
син.: пули-пулми
что попало
салат пăтти
барда. Изамб. Т. Ăсла юхтарсан юлат, ăна салат пăтти теççĕ. Ăна выльăхсене параççĕ. Ходар. Çав сăра вуттинчен пулнă кĕле пĕр-пĕр вĕрентнĕ карта кĕтессине кайса тăкаççĕ. Салат пăттине те сĕре (зря) выльăха çитармаççĕ, чук тума юракан выльăхсене анчах çитараççĕ.
Самаюл
хр. имя мужч. К.-Кушки. Елюç Самаюлĕ сĕре кӳпшек питлĕ ӳсет.
сĕр
(сăр), мазать, замазать. Çутт. 29. Аппа çав эмеле сĕрсе кĕçĕрен аран-аран тасалчĕ. Ау 21. Унтан килтĕм-килтĕм те, чипер аппан тути çурăлнăччĕ те, ăна çăва сĕрсе хăвартăм. N. Эс ман çурăма сĕрсе яр-ха. Сред. Юм. Орапа сĕр, мазать телегу дегтем. ЧС Манăн алла анне пиçнĕ хăмлапа та çыхатьчĕ, тата эрехпе те сĕретчĕ те, çапах та час тӳрленмерĕ. Орау. Чӳречесене сĕрсе лартнă, уçас мар. Ib. Путылккана питĕрсе сĕрсех хунă (замазали). N. Шур çуçлĕ пулаччен пурăнччăр тесе парнипе тутисене сĕреççĕ. || Гдадить. Собр. Лаша çине çĕрĕ тăхăннă алăпа сĕрсен, лаша мăнтăр пулат, теççĕ. Шурăм-п. Пусма картлашки çине выртрĕ, тет те, хырăм сĕрме (сĕтĕрме) тапратрĕ, тет. Хастарлăх 38. Сĕрсе утни — кивелчĕ вăл. || Тереть (mortuum in Iavando). Юрк. Алă тупанĕпе сĕрмеççĕ, тепĕр енĕпе сĕреççĕ. || Шăркать (о спичке). Хурамал. Шăрпăка сĕрсе тивретеççĕ (зажигают). Орау. Сĕрмелли, спичка (иносказательно). Тюрл. Вăсем вутне шăрпăкпа чĕртмеççĕ, икĕ пулинкене сĕрсе чĕртеççĕ. || Пилить. Ала 56. Çак кĕлтунă вăхăтра темĕскер кĕмсĕртетнĕ сасă илтĕнчĕ, унччен те пулмарĕ, темĕскер пăчăкăла сĕре пуçларĕç, вĕсем сĕрсен-сĕрсен, тинех пĕлтĕм вĕсем эпĕ тăракан йăвăçа сĕрнине. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен тепĕр еннен сĕре пуçларăçĕ, çак вăхăтра манăн чунăм пĕтĕмпех чĕрне вĕçне çитрĕ. || Резать. Альш. Çĕççи мука пулат, тет те, сĕреççĕ, тет, сĕреççĕ, тет, çеççи сĕрмес, тет. || Ударить, стегать. Орау. Сĕр пĕре пушупа. Ib. Лешне пĕрре пушипе сĕрсе ячĕ (вытянул). Ст. Чек. Сĕрсе илнĕ, стегнул (кнутом). || Мыть. С. Тим. † Урай хăмисем сарă мар, пусса сĕрекен эпир мар. N. Сакă сĕрмелли. || Петь песни. Орау. Сĕрет юрра! Поет и поет (хорошим мотивом; задушевно). || Чистить. N. Хамăр ялăн хĕрĕсем, сĕрсе çакнă укçа пек, ялтăртатса çӳреççĕ. | Мямлить. КС. Сĕрсе калаçать, мямлит. || „Устроить“ (иронически; т. е. напортить). Сред. Юм. Сĕрет ĕнтĕ ô. Но он уже это сделает (с иронией, о человеке, не могущем сделать). Ib. Маçтăрсем тăвайманнине эс туса сĕрен ĕнтĕ ôна (с иронней). Мастера не могли сделать, а уже где тебе. || Дать взятку, „подмазать“. || Наговорить на кого, нашептать, наябедничать.
сĕре
зря (русск.). Ст. Чек. Япаласем ман пӳртре сĕре выртаççĕ, пӳрте питĕрсе хăварас. Янтик. Нихçан та арçури курманскер, ытла пит сĕре хăранă. Сред. Юм. Сĕре пит сăмахлать (= пит сăмахлать), очень разговорчив. N. Сĕре васкав пулчĕ. ЙФН. Пирĕн Ултук (имя жениха?) тал-пиçен, пĕр йĕппипе чиксессĕн, сĕре çӳле сиктерет. Аттик. Вăл пумилке выльăхне ахал выльăха пуснă пек сĕре пусмаççĕ. Стюх. Йыттисем (у него) пурте сĕре хаяр пулнă, тет. Собаки у него все были невозможно злыми.
сре
весьма. Сред. Юм. Сре нăмай, очень много, с излишком. См. сĕре.
çара шыв
мутная вода. Ачач 62. Вăйлă çăмăр хыççăн капланса юхакан çăра шыв майлă. Нюш-к. Тĕлĕкре таса шывра ишсе çӳресен: çӳлти патшалăха кĕресси, теççĕ; çăра шыва кĕрсен, лайăх мар, теççĕ. (Поверье). || Помои. О сохр. здор. Кил-картине çăра-шыва е юлашки яшкана ăçта килчĕ унта тăкмалла мар. Ст. Чек. Çăра шыв — лахханри шыв, е тăрă шывах, кăштă çăнăх хушса выльăхсене ĕçтерме парсан. || Болтушка (пойло). N. Килте ăна (корове) çăра шывсем панă. Ст. Чек. Лахханти шыва сĕре ан яр, çăра шыва юрат вăл. Ib. Паян выльăхсем валли шыв ăшăтса пĕр-ик ывçă ут-валли çăнăхĕ ярса, çăра шыв туса патăм. Ib. Ку кĕрпе пăтти кĕрпе пăтти пек мар, çăра шыв пек. (Так гов., когда в кашицу положено мало крупы).
Тарлав-вар
назв. оврага. N. Пăлхарлăхран пит сĕре инçе мар — Тарлав-вар — пысăк вар, унта вăрман.
кăпăр-капăр
(кŏбŏр к̚абы̆р, кы̆бы̆р-к̚абы̆р), подр. гременью. Альш. Тула тухаттăмччĕ; пăлтăрта темĕскер кăпăр-капăр! турĕ те (загремело), сехрем хăпрĕ. || Быстро, живо, на скорую руку. ЩС. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр анчах пуçтарăнса карĕ. Юрк. Пӳрте кĕрсен, кăпăр-капăр часах кĕлтуса илсен, пăраçникпе тав туса, кĕлтунăшăн укçа та илсен, епле килнĕ, çапла часах эрттиллипе кăпăртатса тухса та каяççĕ. Ib. Алăкĕ уçă выртнине курсан, пӳртрен сиксе тухса, тӳрех маччана кăпăр-капăр улăхса каят. Ib. Ун сассине илтсен, çывăракан салтаккисем те, вăранса кайса, кăпăр-капăр (проворно) сиксе тăрса, пăшалĕсене йăтса, лешин хыçĕнчен: ура! ура! ура! тесе, кăшкăрса чупа пуçлаççĕ. Сред. Юм. Эпĕ эс тухса кайнине сисмен те, как пырса каласанах, кăпăр-капăр ĕçе пăрахап та, тухса чупап хăвăртрах. Шел. 140. Кăпар-капăр тумланăр, çăвăр питĕр-куçăра! Ib. 73. Кăпăр-капăр çиелти тумтирĕсене хывса... акатуй тăваççĕ. Никит. Паçук хăвăрт сиксе тăчĕ те, кăпăр-капăр питсем çуса, выльăхсене урама хăваласа тухрĕ. Илебар. Çак хĕрсем ачана кăпăр-капăр кăларса пытарчĕç, тет. Халапсем 34. Пăрушĕ те, хăраса: мук! тесе кăшкăрса, кăпăр-капăр пӳртрен, салтака тĕртсе ӳкерсе, тула, урама, тухса каять. N. Кăпăр-капăр кайса килем-ха çавăнта! N. Вăл ĕçе кăпăр-капăр туса пăрахас пулат. || Кое-как (в частности, напр. с плохою упряжью), попросту. Изванк. Çавăнпа пичче пĕр кунне çав Кукша Майрана (старуху-йомзю) илме лаша кӳлсе, шăнкăрав çакса кайрĕ. Кăпăр-капăр кайсан, вăл çиленет; мана кусем этем вырăнне хумаççĕ, тесе, юсас вырăнне пăсса хăварасран хăраççĕ. Çавăнпа ăна пит йăпăлтатаççĕ. СПВВ. ИА. Япалана кăпăр-капăр тыткаласан, час ванать. (Так в Сред. Юм.). || Скарб; хлам. Сред. Юм. Кăпăр-капăр, домашние мелкие-предметы. Ib. Кирек мĕн кăпăр-капăр япаласĕм тем чôл япăхса выртаç кил карче (= кил картинче). N. Кăпăр-капăр япаласене сĕре (зря) лартса çĕртсе ан яр. (Письмо). СПВВ КС. Вăрмана кăпăр-капăр вĕт-шак пухма каятăп, теççĕ; вăл вĕт çапсене, унта çĕрĕк-çарăк вутсене пухма кайни пулать. ПВЧ. 115. Кăпăр-капăр катан пир, пăр (= пĕр) аршăн, та кирлĕ мар, çур аршăн та кирлĕ мар. N. † Кăпăр-капăр кач-таки. || Старые и малые. Орау. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр — стариксем, вĕт ачасем анчах.
кĕлле кĕр
служить в церкви. N. Аслă типĕре çичĕ эрне кĕлле кĕнĕ (служили). Вутра 30. Каçхи кĕлле кĕме чан çапать. || Аттик. Чӳк сурхисене (овец) сĕре çын пусма юрамасть, кам кĕлĕ тăвать (жрец), çавне (так!) анчах пусма юрат, теççĕ. Урăх çын пуссассăн, кĕлле кĕмест, теççĕ. Пуссассăн, какайсене тыткалама юрать, теççĕ. НТЧ. Тата чӳкленĕ вăхăтра: çын пырса ан кĕтĕр, тесе, хапхасене питĕреççĕ; çын пырсан, кĕлле кĕмес, теççĕ.
тĕсет
замечать, обращать внимание. Альш. Эпир хăш çулпалан кайнине икĕ хура куçăрпа тĕсетĕр. Кĕвĕсем. Тĕрлĕ йăвăçсем хушшинче тĕсетет-çке улма йăвăççи. || Поправлять. Шаймурз. Атя, акка, ăсатам, тухьюсене тĕсетем (укçисене сĕре-сĕре тасатас). Альш. Атя, йăмăк, ăсатам, тухью тăрне тĕсетем. Образцы 106. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр, пусмăрсене тухса тĕсетĕр, эпир хăш çулпала кайнине икĕ хура куçăрпа тĕсесемĕр. Икĕ хура куçăрпа тĕсесессĕн, чĕнтерлĕ кĕпер урлă каçарăр. СПВВ. Ăсататăр пулсан ăсатăр, пусмăрсене тухса тĕсетĕр. || Бить (кого-либо). Орау. Ачана тĕсетсе янă. КС. Паян пасарта пĕр çынна пиçиххипе тытса лайăх тĕсеттĕрĕç (поймали с украденным кушаком и сильно били). В слове тĕсет есть оттенок злорадства и безучастное отношенне говорящего к предмету суждения.
трук
сразу, одновременно, вдруг. N. Унăн труках нумай ылттăн илесси килнĕ. N. Çил трук чарăнчĕ. Ветер прекратился сразу. Слакбаш. Труках икĕ каклиш кăтартрĕ. Чув. прим. о пог. 302. Хĕл трук пулсан, Атăл та трук ларсан, тырă пулать, çул лайăх килет. Если зима наступит сразу, и Волга сразу встанет, хлеб уродится, год будет хороший. Чем люди живы. Ăçтан тухаççĕ сăмахĕсем, икшер-виçшер сăмахăн трук калать. Якейк. Ача макăрч-макăрч те, трук чарăнчĕ (вдруг перестал плакать). СТИК. Атьăр вырар-и ĕнтĕ? — Труках ăста вырас тен-ха, кăш типтĕр. Синьял. Тимĕр туя пур тесе, труках сĕре ан çапăр. N. Палланă çын труках çавăнта пулмасан, епле тăвăн вара? – тетĕп. N. Ку юрра эпĕ 1884-мĕш çулта Йăлăмкассинче пĕр 15—20 ача трук (пĕрле) юрланине илтнĕ. || Неожиданно. ЧС. Трук çиçĕм ялтăр туса çиçрĕ. || Время. N. Тăват хут (письма) пĕр трукра илтĕм. Якейк. Вăсам порте пирĕн пата пĕр трук похăнчĕç (все в одно время).
чӳклеме
назв. обряда. Хурамал. Хăнасем килсен, тепĕр кун пурте чуклеме чуклетчĕç. N. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçетчĕç. Ходар. Чӳклеме ятлă авалхи йăла çинчен пĕр алçырăвĕнче çапла çырнă: „Пирĕн патра чăвашсем хăйсен авалхи йăлипе чӳклеме туса ĕçсе çиеççĕ. Чӳклемене çĕнĕ тырă салачĕпе тунă сăрапа, çĕнĕ тырă çăккăрипе, çĕнĕ тырă кĕрпипе чӳклеççĕ. Чӳклеме тумасан тырă-пулă перекечĕ пулмасть, теççĕ. Ăна çулне пĕре анчах тăваççĕ. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Хăшĕ е тăр хĕлле тăваççĕ, хăшĕ çăварнире туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕркуннех туса иртерсе яраççĕ... Çапла кашни харпăр хăй хурăнташне чĕнсе пухаççĕ. Çынсем пухăначчен килте тануш пăтă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Ăна çынсем пухăнса çитсенех чӳклемеççĕ-ха, пирвай пĕр-ик-виçĕ чĕрес сăра ĕçсе лараççĕ. Çапла виç чĕрес ĕçсессĕн, çĕнĕ пичкерен пуçласа сăра ăсса сĕтел çине кăларса лартаççĕ. Тирки çине йĕри-тавра хĕррипе, çемьере миçе çын, çавăн чухлĕ кашăк тăрăнтарса хурса тухаççĕ, пăтти варне пĕр уçламçу çу хураççĕ; унтан тиркĕ çине хай çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен тунă çăкăра хураççĕ. Вара паллăрах çынсене пĕрер курка сăра тултарса тыттараç, пĕри кĕрекене кĕрсе пăтă тиркине тытать. (Пăтă тиркине ăна сĕре çынна тыттармаç, епле те пулин пуянтарах пурăнакан çынна йăттараççĕ. Юрлă çын тытсан, тырă-пулă пулми пулать, теççĕ). Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чӳклеççĕ (курка тытманнисем, пуçĕсене çĕрелле чиксе, çĕлĕкĕсене сулахай хул айне хĕстерсе тăраççĕ): „Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пулĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана çам çатса çам илетпĕр. Хуçа калать: авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă сĕчĕпе, çĕнĕ тырă çăккăрипе, тырă-пулă пылĕпе, чипер тырра-пӳлла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет, çырлах! Çак сăрана пылакне, тутине, перекетне-ырлăхне пар. Çичлĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тултарма пар, тет; перекетне ырлăхне пар, ана çине аксан, ана перекетне пар, вырса çĕмел тусан, çĕмел перекетне пар... Унтан пурте пĕрле харăс: çырлах! Амĕн çырлах, çырлах, çырлах, теççĕ те, пăтă тирки йăтни: килĕрех эппин, тет те, пурте çавăрăнса сак çине лараççĕ... Чӳклесе пĕтерсен, хуçипе арăмĕ сĕтел патне пыраççĕ те, пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене чĕрес çине тытса хĕвеле майлă виççĕ çавăрать те: перекетне ырлăхне пар, тесе сăрине чăлт чĕрес çине ярать. Юлашкине пĕр-пĕрне тав туса ĕçсе яраççĕ. Курка тытнисем ыттисем те хуçисем хыççăн çавăн пекех туса чĕрес çине яраççĕ те, хуçипе арăмне тав туса ĕçеççĕ. Çапла алăра тытса тăнă куркана кил хуçипе арăмне тав туса ĕçсе пĕтерсен, пăтă çиме лараççĕ. Пăттине ăна чӳкленĕ çăккăрпа çиеççĕ. Çăккăрине пăтă тирки тытнă çын касса парса тăрать. Чăн пирвай ватă çынсем çиеççĕ. Хуçа арăмĕ пăттине хурах тăрать, çăвĕ пĕтсен çуне ярса парат. Арçынсем çисен, хĕрарăмсем çиеççĕ, унтан пĕчĕк ачасем пырсан, вăлсене лартса çитереççĕ. Пурте çисе тăрансан турă амăшĕ курки тăваççĕ“. НАК. Кĕркунне, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, чăвашсем пурте харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăттипе турра кĕл тунă. Çапла харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăтти пĕçерсе турра кĕл тунине чӳклеме туни, тенĕ.
шапăлкка
так называют человека, „любящего болтовню“. Буин. СПВВ. ИФ. Шапăлкка — калаçса сăмах пĕтермен çын. Ст. Чек. Шапăлкка — сĕре калаçакан çын, кирлĕ мара калаçакан çын. Ib. Вăл чăваш пит шапăлккаччĕ.
пумелкке
(пумэл'ккэ), поминки. Аттик. Пирĕн таврари чăвашсем: вилнĕ çын пирĕн патăртан пумелккине тумасăр уйăрăлса каймасть, теççĕ. Вăл пумелкке тăваччĕн пирĕн пата кашни çĕр хăнана килет, теççĕ. Ib. Çиччĕшĕнчен кайран тин пумелккине тăваççĕ. Пумелккене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Чухăнтараххисем вилни виç эрне иртсенех тăваççĕ, пуйтараххисем çич-сакăр эрнерен тин тăваççĕ. Арçын вилĕ леш тĕнчере те кунти пекех лашапа çурет. Хĕрарăм вилĕ ĕне-сурăхпа çӳрет, теççĕ. Çавăнпа пумелккере, арçын вилĕ пулсан, лаша е тиха параççĕ. Хĕрарам вилĕ пулсан, пăру е сурăх параççĕ. Ib. Вĕсем пумелккине тăваччĕн вилнĕ çын лештĕнчере çын çăмне çыпçаймасть, теççĕ. Пумелккине тусан тин леш тĕнчере вырăн парать, теççĕ. Ib. Вăл пумелкке выльăхне ахаль выльăха пуснă пек сĕре (= зря) пусмаççĕ, ăна пусас умĕн пĕри укăлча тул ăшне тухса, масар еннелле пăхса, вилнĕ çын ятне кала-кала акă çапла чĕнет: эй (ятне калать), сана çӳрен тиха паратпăр (тиха пусаççĕ пулсан), илме кил! тет. Тихине вара тин пусаççĕ. Пуçтарăнса çитсессĕн, вара вилле, пумелккене чĕнме тесе, масар çине хĕр-туя кайнă пек лаша кӳлсе, мăшăр хăнкрав çакса, пĕр витре сăра, пĕр штав эрех исе, çич-саккăрăн ларса каяççĕ. Вĕсем, масар çине çитсен, туртса кăлараççĕ сăрапа эрехе те, ĕçе-ĕçе вилле акă çапла чĕнеççĕ: эй (ятне калать), сана сăрапа, эрехпе чĕнме килтĕмĕр, айта пумелккене, санăн тую валли çавна-çавна илтĕмĕр, çавна-çавна турăмăр, ĕçсе çиме пыр! теççĕ те, ĕçсе ярайман эрех-сăрана тăкса хăварса, киле тавăрăнаççĕ. Килте вара тин пумелкке пуçланса каят.
пушшĕ
(пушшэ̆), пуще. Юрк. Çавна кура тата пушшĕ шухăша юлтăм. N. Ăна курсан, эпĕ тата пушшĕ йĕре пуçларăм. ЧС. Аслати пушшех пит хытă авăта пуçларĕ. ЧП. Çил çук чухне те силленет, çил пулсан пушшех силленет (хурăн). Чăв. й. пур. 19. Çавăн чухне вара вăл тата пушшех хăратнă. Орау. Тата ĕлĕк маларах пушшех усал пулнă, тет. Вино-яд. Вăл усă кӳме мар, пушшех сиен тăвать. ППТ. Хăш çулне вут йăлкăшса çунат, çапах та калаççĕ: тата ун пек чух пушшех аван, теççĕ, вăйлă çулăм тата пушшех пĕтĕм ӳт-тиртен чир-чăра тасатса каят, теççĕ. N. Пичче пушшех хĕпĕртесе хавасланса сĕре пуçларĕ. N. Хайхи çынсем пушшех пĕр-пĕрин çине çиленсе çитнĕ. Кан. Пушшĕрен пушшĕ, хытăран хытă ыратма пуçларĕ.
Пăлхарлăх
(пы̆лhарлы̆х), назв. оврага. НИП. Пăлхарлăх Сĕнчел тĕлĕнче (против с. Сунчелеева), вăрманта, вунă-вуникĕ çухрăм, вар. Пăлхарлăхран пит сĕре инçе мар — Тарлав-вар, пысăк; унта вăрман. Тарлавра шурă лашапала, ылттăн йĕнерпеле кашни каç пĕр çын туха-туха çӳрет, тетчĕç. (Предание).
расхут
расхот, расход. Кан. Пулать тăк пултăр лаша, çинĕ-ĕçнĕ расхутне сапласа хуçалăха та тупăш патăр. ТХКА 5. Çĕпĕре кайса çӳрени, расхут кăларни харам пулчĕ. N. Эпĕ сана питĕ нумай расхот кăларттартăм. N. Эпĕ сĕре нумай расхот кăлармарăм.
ĕсре
(э̆срэ), зря? Ст. Чек. Ĕсре калаçат. См. сĕре.
яла-пăла
(п┐ŏла, п┐ы̆ла), шатун(-нья), шатуга. Хорачка. Э яла-пăла! ял тăрăк выртса çӧретĕн! («киле килмест, шатушник»). || Болтун. Питушк. Яла-пăла (п┐ы̆ла) ― сĕре калаçакан çын (т. е. пустоболт).
лăпăрти
(лы̆бы̆рδиы), подр. болтанью мешалкой в квашне. Б. Олг. Арăм куас хорат, куас чĕрес калакĕпе пăтратат: лăпăрти! лăпăрти! лăпăрти! — куас хорнă чох. || Болтун(-нья). Сред. Юм. СПВВ. ТМ. Лăпăрти; сĕре кирлĕ мара калаçакан çынна лăпăрти теççĕ; пĕр-пĕр хĕрарăм ушкăнне тепĕр арăм пырать те, лешсене чарса: эпĕ паян çапла-капла тăвас тетĕп, ыран çавна тăвас тетĕп, тет. Лешсен сăмахне пăхмасăрах хăйĕссĕн калаçса каять. Çавна лăпăрти теççĕ. Сĕт-к. Лăпăрти çăвар, болтун.
манер
(ман’эр), подобие, образ. Якейк. Пуç çуса, çит-тони (косу) çитлерĕн те, халь çын манер пор (или: халь хĕрача манер пор, или: хĕрача манерлĕ). Ib. † Сĕм вăрманта упа йĕр, йĕрĕ пор та, упи çок, упасăр вăрман манер килмеçт. Чехĕйп. Авалхи чăвашсам леш тĕнчере (так!) те кунти манерпе пурăнма шухăшланă. || Страх как... Çутт. 154. Пысăк хырсем ним манер те çук çатăртатса çунаççĕ. КС. Лаши тавраш(ĕ) манер çук лайăх (или: манерсĕр лайăх). N. Манер çок! Страсть! || Причина, повод; случай; возможность. Кан. Кун пек куçа пăсмалли манерсем пирĕн хушăра питĕ нумай. Якейк. Мăнер килнĕ чох çăвăрас мар (не надо упускать случая). Ib. Çăлăнтăм ĕнтĕ; поттоп хыççăн та ĕлĕкхи çынсене осал ĕçсем тутарса, пĕр-пĕринпе вăрçтарса порăнтарма манер килчĕ ĕнтĕ мана, тет. (Легенда). || Лад. Шибач. Манер килмен = латă килмеç. Якейк. Йăванăн порнăç манер кар (= саланса кар, или же пуйса кар: два противоположных значения). Ib. Конта, ача, пит те манер килмеçт: хаклă илеç (здесь не очень выгодно покупать; логич. удар. на „те“) Сред. Юм. Он пик кăçта пôлтăр кô, ôн пик пôлма манерĕ те çôк ôн. Пит сĕре хаклă (чересчур дорого) ыйтать вит ô, манере килмен япалана мĕн калаçасси пôр ôна. || N. Юр çусан, пĕр манер (более или менее) аван пулаканччĕ (было бы сносно).
вирлĕ
efficax, острый, бойкий, стремительный, крепкий, сильный, смелый, приятный, чувствительный. Употр. и в наречном см. Хăр. Паль. 31. Çăмăр, вĕтĕ етресем пек, вирлĕн анать. КАЯ. Эпĕ çак ачана чĕлхе вĕрсе тӳрлетме килнĕ; ман чĕлхе вирлĕ пултăр, чăваш чĕлхи çармăс чĕлхи пек вирлĕ пултăр. (Из наговора). Сред. Юм. Тилхепене пит вирлĕ явнă та, саççим хутланмас та. Ib. Вирлĕ утрăм. Кинул изо всей силы. Пшкрт. Вирлĕ сомак каларă мана (приятное слово). Шибач. Вирлĕ йăтать (смело). Н. Курм. Кантăра вĕçне чул çыхса утсассăн, пит вирлĕ каять. N. Куç пăсăлса ларчĕ, халь те вирлĕ пăхмалла мар. Ст. Чек. Мăшкăласа тăр-ха тата, паçăрхинчен вирлĕрех парăп (еще чувствительнее ударю). Шурам-п. № 22. Вирлĕн çупса пырать. Быстро подбегает. Альш. Тутар япали, тутар сăмахĕ пит вирлĕ (имеет ситу, влияние) чăвашра. Орау. Вирлĕ калатăн, теççĕ çынна (побеждаешь словами, прошибаешь насквозь). Ib. Лашана пушăпа хытă тиверсен: питĕ вирлĕ (чувствительно) тиврĕ, теççĕ. СПВВ. ФИ. Вирлĕ = пит хăватлă, вăйлă. Тюрл. Вирлĕ лекнĕ она (тяжело захворал). Ч. С. Ватă-вĕтĕсене ыраттармаллах çапмаççĕ, çамрăк çынсене хăш чухне темĕн тĕрлĕ вирлĕ тивертеççĕ. (Вирми). В. Олг. Вирлĕрех çап. Ударь почувствительнее. N. Он халапă вирлĕ, çитет (исполнится). Регули 1406. Утсене вирлĕрех тивер. Ib. 1407. Ку пушă вирлĕ çыпăçмала. Ib. 1408. Пăснине вирлĕрех сорса парас (о наговоре). Ходар. Тĕтĕрессе куç чĕлхине вĕрессе сĕре çынна тутармаççĕ; ăна пĕр-пĕр вирлĕ чĕлхеллĕ, сиплĕ çынна анчах тутараççĕ. N. Анаталла аннă чух аннăçем вирлĕ анатăн (скатываешься все сильнее и сильнее). Сир. 120. Вирлĕ чĕлхеллисен (остроумных) чĕлхине çĕттерет, ватă çынсене тăнран çухатать. Пшкрт. Ах, вирлĕ турăм! Ах, хорошо я сделал!
артаклăх
п.с. Киленӳ, йăпану; канăçлăх. Виçесĕр çăмăл артаклăх тулнă чунăма. Г.Орлов, 1982, 38 с. Кунта [кăнтăрта] сăмах та техĕмлĕ сĕре... Артаклăх сиплĕхне туять чĕре. В.Энтип, 1987, 71 с. Пĕтĕм тĕнче çылăхлă артаклăх пек... Сан пĕтĕм сăн-питӳ артаклăхпа çунса тăратчĕ. Я-в, 1991, 7 /, 18 с.; 19 с. Вĕсем тĕппипех артаклăх тыткăнĕнче, çут тĕнче çук вĕсемшĕн халĕ, иккĕшех. В.Эктел, 1996, 59 с.
детрит
чечче чирĕнчен упранас тĕллевпе пăруран илнĕ прививка тумалли пĕвĕрлĕ шыв. Пĕчĕкçĕ çивĕч çĕçĕ (ăна вырăсла ланцент теççĕ) илеççĕ те хул ӳтне ик-виçĕ çĕртен каса-каса йĕр тăваççĕ, унта вара пăруран илнĕ пĕвĕрлĕ шыв (çав шыва вырăсла детрит теççĕ) сĕре-сĕре яраççĕ [Советы 1897:4–5].
Çавăн пекех пăхăр:
сĕрĕпсĕр сĕрĕх сĕрĕш сĕрĕштер « сĕре » сĕрек сĕрек кĕперри сĕреке сĕреке-тетел сĕрекен