дисклă
дисковый
дисклă сӳре — дисковая борона
кăлтăрмачлă
2.
дисковый
кăлтăрмачлă сӳре — дисковая борона
пăтран
2.
смешиваться, перемешиваться
пăтраннă çăмарта — взболтанное яйцо
сĕлĕ ырашпа пăтранса кайнă — овес смешался с рожью
сӳре айĕнче тăпра пăтранса пырать — почва под бороной перемешивается
сӳре
I.
1.
борона
дисклă сӳре — дисковая борона
лаша сӳри — конная борона
çăмăл сӳре — легкая борона
тимĕр сӳре — железная борона
трактăр сӳри — тракторная борона
сӳре шăлĕ — зубья бороны
сеялка çумне сӳресем кăкар — прицепить бороны к сеялке
сӳре
2.
боронование, бороньба
сӳре
бороновальный
сӳре агрегачĕ — бороновальный агрегат
сӳре ту — боронить, вести боронование
сӳре сӳреле — боронить, вести боронование
сӳре тăвакан — бороновальщик
сӳре
◊
сӳре пăри — бурав среднего диаметра (для сверления отверстий для зубьев бороны)
сӳре тихи — двухгодовалый жеребенок (которого начинают впрягать в борону)
сӳре çаппи — мусор, собранный бороной
сӳре
II.
1. текст.
сновальня
сӳре
сновальный
сӳре машини — сновальная машина
сӳре
2.
мера пряжи (количество ее, натянутое на одну сновальню)
сӳре
3.
мера длины холста
сӳре
III. глаг.
1.
см. сӳреле
сӳрекке
то же, что сӳре II.
сӳреле
(сӳре)
боронить, бороновать, вести боронование
сӳрелесе пăрах — взборонить (поле)
калчана сӳрелени — боронование посевов
сӳре сӳреле — вести боронование
сӳре сӳрелекен — бороновальщик
сӳре тăвакан — бороновальщик
сӳрет
I.
то же, что сӳре II. 1.
сӳретке
I.
1.
то же, что сӳре II. 2.
шăллă
2.
зубчатый, с зубцами
с зубьями
шăллă урала — зубчатое колесо
вĕтĕ шăллă тура — частая расческа (с мелкими зубьями)
тимĕр шăллă сӳре — борона с железными зубьями
сӳре
2. диал.
делать развод, разводить зубья пилы
сӳре
I.
борона
сӳре
II.
боронить
хытă анана тимĕр шăллă сӳрепе сӳресен, ванать — если боронить жесткую землю бороной с железными зубьями, то она дробится в комья
апана сӳресе хытар — загон укатать
сӳр
боронить. Якейк. Пусă. Сӳре сӳрни, боронование. Ефремкасы. Сӳре сӳртĕмĕр, мы боронили. N. Хыççăн сӳре сӳртĕмĕр, иккĕпе сухаларăмăр? См. сӳре.
сӳре
боронить. Баран. 108. Çĕре тислĕк тăкса çемçетнĕ хыççăн, ăна лайăхрах витерсе сӳрес пулать. N. Икĕ кон сохаларĕ: хам хыçран хамăр кĕсрепе сӳресе путăм (= пытăм). СЧУШ. Атте сухана кайма тытăнчĕ, мана сӳреме илсе каяс, терĕ. || Делать развод, разводить (зубья пилы). Шарбаш.
сӳрекеле
(-г-), учащ. ф. от сӳре. N. Пирвайхи кун аван сӳрекелерĕ, иккĕмĕш кун ĕрĕхтерсе ячĕ, сӳресене çĕмĕрттерсе пĕтерчĕ.
сӳреттер
понуд. ф. от гл. сӳре.
сӳре
борона. Сирĕк-х. Сӳре шăлĕ, сӳре унки. Çĕнĕ-Мăнтăр. Сӳре шăлĕ, сӳре ӳречисем. Пшкрт: сӧрӓ, борона. СТИК. Части бороны: сӳре шăлĕ, зубья; сӳре урли (-λиы): сӳре унки, деревянное кольцо; сӳре шăвкăччи, палка, на которую надевается кольцо с веревкой. N. Хветĕр кукки тимĕр сӳре тӳрлетрĕ. ХЛБ. Тимĕр шăллă сӳре, унпа ытла вĕтĕ сӳреме те юрамасть, вăл çăмăр пулсанах хытса каять. || Бороньба. В. Олг. Тăпра моклашкаллă; сӳре ванмарĕ, тăпра моклашкалă полчĕ. Ачач 90. Ку кун тата кĕсре сӳрере калама çук аван пычĕ. Юрк. Сӳрене кай, ехать боронить. || Сновальня. Якейк. Сӳре çинче пир комаççĕ. Ягудар. Сӳре — сӳретке, сӳрекке, кумкăч. || Мера пряжи, натянутая на одну сновальню. Шорк. Пĕр сӳре, икĕ сӳре — особая мера пряжи. Икково. Сӳре, мера длины холста.
сӳре онки
сӳре унки, витое кольцо или хворостинная дуга на поперечной палке бороны. Чеб. р.
сӳре урлашки
поперечины бороны. Абыз. Сӳре урлашки иккĕ.
сӳре ӳпсеки
то же, что сӳре йĕпси.
сӳре моклаки
то же, что сӳре каски или орати. В. Олг. Сӳре моклаки (= орати).
сӳре мăклашки
то же, что сӳре моклаки.
сӳре патакки
то же, что сӳре орлоççи. Чертаг. Сӳре патакки (сӳре пăявĕ çыхмалли).
сӳре пуххи
боронник. Ст. Чек. С. Айб. Хирте сӳре пуххи пур, тĕкĕл тура йăви пур: пĕр кашăк пек пылĕ пур.
сӳре пăри
бурав, пригодный по размеру для вставки зубьев бороны. Сред. Юм. Сӳре пăри — сӳре шăлĕ лартма шăтаракан пăра.
сӳре пăрăсă
(сӧрӓ пы̆ры̆зы̆), продольные брусья бороны. Пшкрт. См. сӳре каски, сӳре урати.
сӳре çаппи
боронник. Собр. Эй, тĕллик те тĕллик текерлĕк, санăн килĕ-çуртă хăш тĕлте? Ыраш ани пуçĕнче, сӳре çаппи айĕнче.
сӳре çӳппи
то же, что сӳре çаппи. Трхбл.
сӳре турти
оглобли у бороны. Абыз. Чертаг. Сӳре тôрти.
сӳре тьыхи
двухгодовалый жеребенок, которого впервые впрягают в борону. „Боронка“. Сред. Юм. Сӳре тьыхи; сӳре тортакан пôлна тьыхана калаççĕ.
сӳре хăми
поперечины (их две) у бороны. Чебокс. р. Чертаг. Сӳре хăмисам (иккĕ). || Брусья бороны, на которые насаживаются зубья (их пять). Абыз. Сӳре хăми пиллĕк.
сӳре шăлĕ
зубья у бороны. Якейк. Абыз. Сӳре шалĕсем вăтăр.
сӳрекке
сновальня. ЩС. Янтик. Сӳрекке — пир тĕртес уммĕн, çип кумакан япала. Шевле. Сӳрекке — çип комакан вырăн (станок). См. сӳре, сӳретке, сӳрекке, кумкăç.
сăтăрăл
(-ды̆-), тереться, протираться. Альш. Леш хытă сăтăрăлнипе йывăçа вут хыпать. КС. Сăкмана урайĕнче сĕтĕрсе ан çӳре, сăтăрăлать вăл (протирается). || Тащиться, волочиться. ХЛБ. Сӳре ытла та пит тиркевлĕ: тачка çĕр пулсан, сăтăрăлса пырать те, усал курăкăн тымарĕсем варăнса юлаççĕ.
сĕтĕр
(сэ̆дэ̆р, сӧ̆дӧ̆р), волочить, тащить. Ст. Чек. Урине аран сĕтĕрсе пырат. Янтик. Маткине çӳçĕнчен тытса, урлă-пирлĕ пĕтĕм пӳртре сĕтĕрсе çӳрет упăшки. ГТТ. Сӳçрен сĕтĕрсе çӳрет. Орау. Урине сĕтĕрсе утать. Ходит и шаршит ногами. Ib. Урине сĕтĕрсе çӳрет. Волочит ногу, когда ходит. Юрк. Сухи-пуçне аран-аран сĕтĕрнĕ, час-часах чарăннă... Ку лаши те ĕлĕкхи пекех начаррине курсан: эх! тет хăй хуйхăрса. К.-Кушки. Иван арăмĕ улăмне хăй йăтайми çыхнă та, çул тăрăх сĕтĕрсе килет (везет вязанку соломы волоком). Никит. Хĕрсем пĕрмаях мана çав ваккала (в прорубь) сĕтĕреççĕ, вакка тĕксе ярасшăн пек. N. Вĕреннĕ çĕр тăрăх мĕшĕн сĕтĕрсе пыран? N. † Астăвăр-ха хăлата, чăх-чĕппине сĕтĕрет. КС. Сĕтĕрекен лашан пуçĕ хытă. N. Хытă пуçлă, чариман лашасене сĕтĕрекен лаша теççĕ. Сĕтĕрекен лашапа çӳреме пĕлес полат, пустуй чох çапма йорамаçт. Т. II. Загадки. Вăкăр виттĕр сысна сӳс сĕтĕрет. (Атă çĕлени). N. Сире пуянсемех хĕсĕрлемеççĕ-и вара? Сута та сире çавсемех сĕтĕре-сĕтĕре каймаççĕ-и? Ск. и пред. чув. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне сĕтĕрет. || Таскать, надевать. Сред. Юм. Ман кĕрĕке тек сĕтĕрсе çӳремелле мар ôна (не надевай мою шубу). Ст. Чек. Тухалатне (= туй халатне?) ялан сĕтĕрсе çӳрет ĕнтĕ (постоянно надевает поддевку). || Вытаскивать. В. Ив. Сӳре çиелтен хытнă çĕре çемçетет, муклашкасене ватать, курăксене тымарĕ-мĕнĕпе сĕтĕрсе тухать. N. Ак кăсен такисем лачакана пута-пута лараççĕ, тет. Кăсем наçил (насилу) сĕтĕре-сĕтĕре кăлараççĕ, тет. Альш. Каять вара шултăра шур-ути ӳссе: урана сĕтĕрсе кăлармалла мар (в болоте). || Поднимать (вверх). N. Хай старикки тытăннă карчăкне мачча çине çӳлелле вĕренпе сĕтĕрме. (Из сказки). || В перен. см. НИП. Халĕ питĕ сĕтĕрсе илеççĕ сăмахсене (пишут очень длинно). Çĕнтерче 15. Пуçларĕ ĕнтĕ кирлĕ маррине сĕтĕрме.
çатăрка
(с'ады̆рга), трещотка. Бур. Баран. 42. Хуралçă çатăрки вăрра хăратнă пек, йытă сасси кашкăр кăмăлне пĕрттех килмест. К.-Кушкы. Çатăрка — трещотка, употреблявшаяся при обряде „сĕрен“. Ib. Пахча хуралçи çатăркапа çатăртаттарăт. || Хворостина, хворост. Н. Уз. Çатăрка анчах тăрса юлчĕ. Осталась только хворостинка, мелочь. Хурамал. Вĕтĕ çаппа çатăрка тесе калаççĕ те çырма-çатăркана каяс, теççĕ (хуйхăраççĕ). Çта та пулин çырма урлă çĕрле каймалла пулсан, вăл çынна чарса калаççĕ: ма каян çĕрле пулсан? е çырма-çатăркана кайăн (упадешь), теççĕ. Сред. Юм. Çатăрка или çатрака. (Вĕтĕ çаппа çатрака теççĕ). Бугульм. † Тăшманçăм килессе пĕлнĕ пулсан, хăваяс мĕн кĕпер çатăркаран... СПВВ. ИФ. Çатăрка — туратăн вĕччеç турачĕсĕм. В. Ив. Сӳре йывăççисем çумне аял енне çатăрка каркаласа çыхаççĕ. || Трущоба, чаща. Хорачка. Нисталла каймалла мар, çатăрка (в лесу). || Запутанная (рожь). В. Олг. (у КС. также çатра). || Назв. какой-то кости птицы. Пухтел. Изамб. Т. || Решетка у шерстобитов? Чирикеева. Çатăркана курак йăви теççĕ. || Вспыльчивый. Сиктер.
тавраш
(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.
тиркевлĕ
разборчивый, с разбором. ХЛБ. Анасене лайăх тиркевлĕ тăвас текен çыннăн йăвăç шăллă сӳре вырăнне вăй çитнĕ таран епле те пулсан тимĕр шăллă сӳре туянас пулать. N. Сӳре ытла та пит тиркевлĕ; тачка çĕр пулсан, сăтăрăлса пырать те, усал курăкăн тымарĕсем варăнса юлаççĕ, ытла типĕ пулсан — муклашкасем, явкаланса пырса, ванмаççĕ, çапла вара иккĕшĕ те аван мар. || Брезгливый; капризный.
кăнтар
(-дар), понуд. ф от гл. кăн; вытянуть, протянуть, натянуть; торчать. Сред. Юм. Мĕн пуçна кăнтарса тăран ôнта (вытягиваешь?), корман-и-мĕн эсĕ япала? Пазух. Манăн хура çӳçĕм кăтраччĕ, тура пĕлмесĕр те кăнтартăм. Хочаш., Качал. Ыйткалакан (нищий), панине илес тесе, аллине кăнтарать. И. Р. Роман. Аллуна ан кăнтар! теççĕ, пĕри çапма хăтлансан (= рукам воли не давай). Ib. Паракан аллине кăнтарать. Ib. Пуçтаракана, аллине кăнтарса пĕр татăк çăккăр парнĕ (= пачĕ). N. Ленин аллине кăнтарса тăрать (аллине тăсса кăнтарса тăрать, на памятнике). N. Пит вĕриччĕ, патнелле алла кăнтарсан (если вытянешь, протянешь руку), катаранах алла пĕçеретчĕ. Ефремова (Алик. р.) Парас çук-тăк, аллуна мĕн кăнтаран? Сред. Юм. Сăрана ăшă пӳртре лартнă та, кăнтарса янă (у него потерялся хороший вкус; у др. хытарса янă). Альш. Пуса тарасисем кăнтарса тăни курăнать вара (в таком случае) рамран. Шибач. Пир кăнтарса хотăм. ЧП. Варринчи çăл патне (вар. кутне) шур пир кăнтартăм. Чăв. йум. 1924, 55. Амаçури хĕрне пиррине кăнтарнă кумнă чухне йăнăш туса парать. СПВВ. Кăнтарса = кăмтарса. Тайба. † Татăк, татăк улача пĕр кăнтарса тĕртнĕ пек; çакă ялсен хĕрĕсем пĕр хурана кĕнĕ пек. N. Çӳлĕ çĕрте кăнтарса тăракан шĕчĕ (= шăчă) çил вĕрнине чăтаймасть. Альш. Пит çăмарти шăммисем тăраççĕ ик енче кăнтарса (у чуваш). Йуç. такăнт. 34. Аллине кăнтарсах тăрать. Хĕн-хур. 104. Итрен (имя мужч.) кăнтарнă пырать тукшана. Чакка (имя мужч.) чавкăнать çумри хушшалла. || Переносно — положить начало. Тюрл. Паян сохана кăнтарса хорас (надо начать пашню). N. Пӳрт никĕсне хускатнă (= кăнтарнă, т. е. стали делать; ака кăнтарнă (= акана тухнă). Г. А. Отрыв. † Шурă киçипрен (из бумажной пряжи) шурă пир эпĕ кăнтартăм, кăнтартăм та, куçран кăлартăм. Хочаш. Пирĕн çипе (пряжу) сӳре çине карнине кăнтарас теççĕ. || Убить, укокошить (заставить протянуть лытки). || Уговорить. Изамб. Т. Ача йĕне чухне ăна, кăнтарас тесе, япала (что-нибудь) параççĕ; вăл вара кăнат, йĕме чарăнат. Ск.и пред. 72. Атте-анне ухмах çав, мĕн каласа кăнтарас?
хĕрĕн
ребром. Çатра-к. Пăхать çын, пĕр сӳре ана çинче хĕрĕн тăрать, тет.
пир крапли
то же, что кумкăчă, сӳре, сӳрекке. В. Олг.
пичке
(пич'кэ), бочка. Изванк. Кайин-кайин кайике, улах сăри ĕçтермерĕ, ĕçтересси ĕçтерч те, пичке тĕпне ĕçтерчĕ. Якейк. Пичке пек йăванса çурет (çапла мăнтăр, сарлака çынна калаççĕ). Собр. † Ĕçрĕмĕр те çирăммăр, хуçи пуçĕ сывă пултăр, пичке пуçне пыл патăр. Пазух. Ати калать: ай, кайăр, тет, пички калать: ан кайăр, тет, сире валли, ай, пур-ха, тет. Чертаг. Пичке йăвантаратпăр (игра на уллах'ах?). Орл. II, 238° . Шур пичкере икĕ тĕслĕ сăра. (Çăмарта). Ерк. 76. Хушрĕ Урха арăмне ятлă пичке пуçлама. N. Пичке пуçланă чухнехи кĕлĕ. Чăвашсем малтан ак çапла калаççĕ: «Ака тума ултă лаша пар, сӳре сӳреме виç лаша пар, тата виçĕ тиха хыçалтан выляса пыччăр. Унтан вăрлăхне ана çине исе тухсан, кунтăк çине хурсан, кунтăк перекетне пар. Тата тырра шăтса тухсан, калчи (шултăра) пултăр. Унтан тырри ӳссе çитсен, хăмăлĕ хăмăш пек пултăр, пуçĕ пăрçа пек пултăр. Хаяр çилтен, пăртан, турă, хăтар, тырра тăкса ярасран, тиççĕ. Унтан тата ĕçе тухсан, çавапа, çурлапа тухăпăр. Çава çурла сарăмсăр ачасене касасран турă сыхла, тиççĕ. Çурлипе тырă çавăрса илсен, перекетне пар; кĕлте тултарăпăр, кĕлте перекетне пар; тĕм тултарăпăр, тĕм перекетне пар; çĕмел тăвăпăр, çĕмел перекетне пар. Тата урапа çине тиясан, урапа перекетне пар; капан тăвăпăр, капан перекетне пар. Унтан типĕтме авăна хурăпăр, авăн перекетне пар; типĕтнĕ чух вут чĕртĕпĕр, вара вут хĕмĕ сиксе ӳкесрен, тур, сыхла, тиççĕ.
клевач
(чит. кл’авач, с ч), ferramentum, quo perforatur mola, клевач (чул шăтармалли япала; сӳре шăл пек, хурçăран тунă).
ат
(ат), impediri (de iumentis dicitur, cum pedes eorum habenis implicantur), запутаться в вожжах. Зап. ВНО. Малти лаша атрĕ. Передняя лошадь запуталась. Якейк. Лаша атрĕ. Вожжи попали между ног лошади (напр., выскользнув из рук того, кто ею правит). Ст. Чек. Атнă. (Лошадь) переступила через постромки (напр., при бороньбе). Тюрл. Лаша сӳре сӳренĕ чоне атать, çавăрнса пăхмасан, пĕççине хырать. Во время бороньбы лошадь может переступить через постромки, и, если не оглянешься, натереть ляжку. МС. Лаша тилкепине атрĕ. Лошадь запуталась в вожжах. N. Лаша чĕлпĕрне атрĕ. Янтик. СТИК., Череп. Лаша йĕвен аврине атнă. || Eodem modo de gallina. То же о курице. Изамб. Т. Чăххăн ури е çиппе е сӳспе çыхлансан: чăхă атнă, теççĕ. Если курица запутается ногами в нитке или кудели, то говорят: «чăхă атнă» (Череп. тăлланнă).
пăра
(пы̆ра), бурав. Мыслец. Тĕплĕ пăра, большой бурав с донцем. Торх. Шертешнĕк пăри, бурав, которым сверлят дыру для сердечника. Тĕплĕ пăра, бурав с донцем. Якейк. Шĕвĕр пăра, остроконечный бурав. Мыслец. Кантăра пăри, буравчик винтом, навертыш. Сӳре пăри, бурав пригодный по своему размеру для вставки зубьев бороны. Сӳре шăлĕ шăтарма вăхăтран çапла каланă. N. Салма пăра; вăл иййĕ пек, анчах çаврака вĕçлĕ пулать. Буравчик с желобком в конце. Пазух. Пăра пек, пăра пек пăрсем çăват, епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем? || Шило. Зап. ВНО. Атă пăри, сапожное шило.
пĕкече
(пэ̆гэζ'э), дужка (напр., у зыбки), лук для пускания стрел (с мар.). Шибач. Сăпка пĕкечи. N. † Уртăш йывăç пĕкечи, хурама хуппи шăнарши. Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ пĕкече пĕтĕм хире çавăрать. (Çурла). IЬ. Хура таканăн пĕр пĕкече. (Хуран). N. Ешчĕк пĕкечи. СПВВ. ЕХ. Пĕкече — кăрманăн пысăк хулăран авса туни. СПВВ. МС. Пĕкече — дужка у замка. СПВВ. КМ. Пĕкече = сиктĕрме. Шалча-к. Пĕкече, дужка зыбки. Мочи-к. † Ик холхара кĕмĕл алка, пĕкечи хуçăлч — пăрахас поль. || Вязовое или дубовое кольцо у бороны или на конце веревки, употребляемой для таскания соломы с гумна. Трхбл. Сӳре пĕкечи, улăм пăяв пĕкечи.
ретĕнлен
(-д-), находиться в рядах, строиться в ряды. Ыраш. Колхозниксем хăшĕ урапа, хăшĕ плук, хăшĕ сӳре кӳлсе тухнă та, ретĕнленсе тăнă.
алччамуй
(ал’ц’ц’амуj), obliquus; oblique, косой; косо. Ст. Чек. Сӳре шăлĕсене алччамуй лартнă. Зубья бороны посажены косо, не отвесно. Ib. Унăн куçĕсем алччамуй. Strabo est. У него косые глаза. Ib. Çиларман çунатĕ (i. q. çуначĕ) алччамуй. Крылья мельницы (насаживаются) наискось. Ib. Алччамуй хăма — тикĕс чутламан: икĕ хире-хирĕç кĕтесси (плоскостьран) аяларах. Косая доска — неровно обтесанная, два противоположных угла которой ниже (общей плоскости).
кульча
кольча, (кул’ζ’а,-џ̌а), свободный задний конец основы. СПВВ. Чутеево. Кульча — связки ниток, приготовленных для тканья. Якейк. Кольча. Комса пĕтерсен, комнине сӳре шăлĕнчен пĕр вĕçне кăларса илеççĕ те, она темĕскерле тукаласа, чăркаса хораççĕ; атто вăл татăлса, тăкăнса пĕтет. Трхбл. Кульча.
мукач
(мугач’), то же, что мулкаç. КС. Пус. Акман ана çинче мукач çури выртĕ. (Сӳре выртни). Коракыш. Икĕ мукач каска урлă вăрçаççĕ. (Куçсем). Синьял. † Вăрмантан тухать пĕр мукач, ыр çын куç умне курăнмашкăн. N. Шăтман хурăн кутĕнче çуралман мукач выртать. (Суя суйни). Шемшер. Çатма (scr. сатма) çапрам, вот калартăм, мукач ашĕ пиçеччен.
йăрана
(jы̆рана), обойма. Тюрл. Ошимăн токăн çорăлсан (если лопнет шина), йăрана тыттараççĕ, Чертаг. Йăрана, обойма для скрепы шины у телеги (поперек шины). Н. Седяк. Йăранапа шина тукун çумне хĕстереççĕ. || Стремя. Н. Седяк. || Еково. Йăрана — сӳре унки. || Шалча. Йăрана ― йĕтем юпйĕн унки.
ват
(ват), бить, колотить, пороть. Моюнич. Амăше вара ку пусăк ачине çавăрса илнĕ те, ватса пăрахнă (прибила): ма уна тиврĕн? тесе. Сĕт-к. Ватмаллах ватас-ха она пĕре! Поколочу вот когда-нибудь его как следует! Хыпар № 42, 1900. Стражниксем çавăнтах халăха нагайкасемпе вата пуçланă (начали пороть). Синьял. Кошак тохрĕ, тет те, сикрĕ, тет, вăкăр çине куçĕсем çап-çутă, тет. Вăкăра ватса тăкать (избивает), тет, хăй çапах: мар-мăр! тесе ларать, тет. Изванк. Çынсем курсан, тытаççĕ те, велеричченех: пирĕн пата мĕшĕн ăсатса ятăр (т. е. зачем мор к нам проводили)? тесе, ватаççĕ (бьют). КАЯ. Эпĕр аккапа, атте ватасран хăраса, киле каймарăмăр. Мы со старшей сестрой, боясь, что нас побьет отец, не пошли домой. || Ломать, разбивать, раскрошить, раздробить, растирать. Ердово. Чăн малтан хура-кураксем, йăвăç тураттине ватаканăскерсем, килсе краклатса çӳреççĕ. Макка 218°. Унăн шăммине ватма хушмаççĕ. Не велят разбивать его костей. Скотолеч. 23. Хурăн кăмрăкне, çăнăх пек ватса (растерев в порошок), тасатнă вырăна тултарас пулать ХУБ. Чуллă çĕрте анчах тимĕр сӳре юрамасть; унта йăвăç шăллă сӳрепе сӳрес пулать, мĕншĕн тесен вăл чула ватмасть (не разбивает камня). Дик. Леб. Унтан ăна урупа таптаса ват (растопчи). Сред. Юм. Ватать. домает; 2) очень одолевает. || Поранить. О сохр. здор. Çапах та вăл чир сурансăр вырăна ермест, вăл е хыçса татнă çĕре е пĕр-пĕр япалапа шăйăрса ватнă вырăна анчах ерет (сифилис). || Искалечить, изувечить. Кан. 1929, № 185. Лашасене ватса ан пĕтеррĕр-ха. Как бы не искалечили лошадей! || Перепахивать. Кан. 1927, № 237. Анчах ватса акни çинчен виçĕ кун хушшинче страхакĕнте пĕлтерес пулать. || Размывать, прорывать. Икково. Шу ватса (= çырса) кайсан, кирек шта та варашка полать. Янгильд. Çор-конне выйлă шупа ватнă çолсене, çĕр шу типсессĕн, пĕр çĕрте те йосама тăрăшаççĕ. || Мять. Сред. Юм. Картуса ан ват. Не мни фуражку. Ib. Кĕнеке веç ватса пĕтернĕ (измял, изорвал). Ib. Кĕнеке питне ватнă (измял, изорвал). Ib. Тĕркĕшсе томтир ватса çӳремелле мар ôнта, ак эп сире тек кĕрештерсе çӳреттерем. Ирть-к. Ват, мять (табак). || Травить, побить (градом), переломать (о хлебе и т. п.). Упа. Пире каçсерен пур вĕççе каякан выçлăх кайăксем ватаççĕ. Никит. Кам выльăхĕсем ватса кайнă-ха куна? (потравили луга). Хочехмат. Унăн анине кашни каç такам ватма пуçларĕ, тет. Никит. Тырă ку таринччен лайăх-ха; çил-тăвăл-мĕн килсе ватмасан, лайăх пулмалла. || Мучить, изнурять. Полтава 58. Капла ыйтса, чĕрене уссăр ватса хускатан. Хыпар № ЗЗ, 1906. Ирхи çурăм-пуçĕнчен тытăнса, тĕттĕм пуличчен, çан-çурăмне ватса асапланаççĕ. || Зарезать (о волке). Кан. 1927 № 220. Кашкăрсем Туканаш кĕтӳнне 6 сурăх ватнă (волки зарезали овец).
вырăн
место; местность. Ст. Айб. Выртсан, ут вырăнче: ларсан, черкке вырăнче. (Алăк). Яргуньк. Тăрсан, çăмарта вырăнĕ илĕп; выртсан, лаша вырăнĕ илет (sic! Кĕвенте). Альш. † Пĕкĕ те çук, ăсĕ те çук: ăс тăмалăх вырăн çук (у невесты). Т. П. Загадки. Тĕмĕн чухлă(= чухлĕ) вăрмана шăнăçмасть, пӳрт вырăнлĕх хире шăнăçать. (Сӳре). Истор. Халăх вырăнĕ-выранĕпе (местами) анчах пурăннă. Альш. † Вырăсла хапханăн вырăнĕ аслă, вырăспалан тутарсем кĕреймес. Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймес. Кан. 1927, № 231. Кĕт сасă-чĕве пулсанах, чупса тухать: вырăнçех-и лаша? (на месте ли дошадь?). || Усаденное место. А. Альш. Ĕлĕкхи çынсен вырăнĕсем. Юрк. Ял вĕçне вырăн илсе, çурт ларттара пуçлат (строиться). Макка 209. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Могонин. Тепри уна хирĕç каларĕ: вот мĕн вăл киремет: помещик пак урăм çĕрте, вырăнпа пурнакан усал, терĕ. || Постель. Ст. Чек. Качча каяччен, унпа пĕр вырăн çине выртса пăхрĕç те, ним те тăваймарĕç. || Место службы, служба, должность. N. Оренбургра вĕренсе тухнă тăванĕ. Я çав хуларах гражд. гимназияна вырăна кĕчĕ. Юрк. Эсĕ çеминарире-вырăнта пурăннине эпĕ халичен те илтменчĕ. Истор. Хăй çапах та пысăк вырăна ӳкесшĕн тăрăшман. Юрк. Ку çулĕ (на этот раз) тата сана мĕшĕн вырăнтан кăларса ячĕç? || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Ĕмĕтленмен вырăнтан (неожиданно). || Польза. Сл. Кузьм. 91. Вăрланă укçа вырăна пымасть (не идет в пользу). || Основание. Юрк. Хурласа калаçмалăх (её) вырăн çук. Ib. Пĕртте усал сăмах калама та вырăн çук (нет основания). Ib. Ватă çынна хирĕçтерес мар, ун пек ырă çынна йăпатмалăх та вырăн пур. Ib. Вĕсем тĕлĕшĕнчен кăлăхах калаçма та вырăн çук (не стоит). || Место «на том свете». Ч. С. Турă сана аван вырăн патăр анчах (гов. умершему). N. Лайăх вырăн патăр. Макка 215. Ашшĕпе-амăшĕ калаççĕ: эй турă, пирĕн ывăлăмăра лайăх вырăн тупса парчĕ! теççĕ. || Домаш. ссоры до добра не дов. Санăн ăшу-чиккӳ вăркать, чĕрӳ хăй вырăнĕнче мар. Ты тоскуешь, у тебя сердце не на месте. || Гнездо (пчел). Торх. (Курм.). Хуртсем хăйсем вырăнне тасатаççĕ ама сысма.
урлуççи
«рычаг, которым останавливают ход» (на мельнице). Мочеи. || Слепой. Орлаççи, см. сӳре.
борона
сущ.жен., множ. бороны
сӳре; дисковая борона дисклă сӳре; зубья бороны сӳре шăлĕсем
боронить
глаг. несов.
сӳре, сӳреле; боронить поле пусса сӳреле
сновалка
сӳрекке, сӳре, кумкӑч.
борона
, -ы, вин. борону; мн. бороны, борон, -ам сӳре; дисковая борона çаврашкаллă сӳре, çатмаллă сӳре.
боронить
, -ню, -нишь; бороновать, -ную что, несов. сӳре, сӳреле, сӳре сӳре.
бороньба
, -ы сӳре сӳрени, сӳрелени.
борона
ж. сӳре; дисковая борона дискла сӳре.
боронить
несов. что сӳре, сӳреле.
боронование
с. сӳрелени, сӳре сӳрени.
взборонить
сов. что сӳреле, сӳре.
диск
м. 1. (плоский круг) çаврашка; диск маятника маятник çаврашки; 2. спорт. диск; метать диск диск ывăт; 3. астр. çаврашка (хĕвел, уйăх, планетăсем); диск луны уйăх çаврашки; 4. воен. диск (автоматсен); диски с патронами патронлă дисксем; 5. тех. диск (машинăсен деталĕ); диск бороны сӳре дискĕ.
дисковый
прил. дисклă, çавра, çаврака; дисковая борона дисклă сӳре; дисковая пила çаврака пăчкă.
заборонить
сов. что сӳре, сӳреле, сӳресе пăрах.
сӳре
тырма
eggen
süres
сӳре
Egge
süre
сӳре
сӳре
, диал. сĕвре, сӳр, сӳреле «боронить», «бороновать»; сӳре (диал. сĕвре) «борона»; сӳр первоначально имело значение «тянуть», «волочить», «гнать»; тур. сӳрт, азерб. сӳрӳ, алт. В сӳӳре, казах., кумык. сӳйре «тянуть», «тащить волоком», хор. сӳррә, уйг. сӧрӳ (хам. сӧрӓ) «волочить», «тянуть»; тур. сургу, сӳргӳ чек, сӳргӳле «боронить»; уйг. сорәм «борона»; сорәм тирнили «боронить»; азерб., туркм., тур., карач., кумык, сӳр, алт. В кра сур, тат. сӧр, башк. hӳр «пахать».
Чăм шыва ӳк
Чăм шыва [тара] ӳк покрываться / покрыться потом [испаримой], обливаться потом.
Çереме чĕрсе пыракан сухапуçне сĕтĕрсе, вĕсем пурте чăм шыва ӳкнĕ. М. Ухсай. Чăм тара ӳксе çӳрерĕ Шăрăхра Калля пичче, Иртенпех сӳре сӳрерĕ Ик вăрман тĕпекĕнче. Я. Ухсай. Икĕ купăсçă купăсĕсене выртсах тăсаççĕ, чăм шыва ӳкнĕ. А. Артемьев. Пĕтĕм çанçурăмĕпех Тимахви чăм тара ӳкрĕ. М. Ухсай.
драпач
вăрлăха аксассăн ăна çĕр айне тумалли сӳре пек япала. Вăрлăха аксассăн ăна тата сӳререн пуçне драпачпала, экстирпаторпала ĕçлесе çĕр айне тăваççĕ. Вĕсем те сӳре пек япаласемех, анчах вĕсем вăрлăха çĕр ăшне шаларах, тарăнтарах кӳртсе хăвараççĕ, ăна хулăмрах çĕр сийĕпе витсе хăвараççĕ [Способы 1911:3].
Çавăн пекех пăхăр:
сӳрĕлчĕк сӳрĕнкĕ сӳрĕнкĕлен сӳрĕнкĕллĕ « сӳре » сӳре çаппи сӳре çӳппи сӳре йĕпси сӳре каски сӳре лăкĕ