савăксăрлăх
безотрадность
неудовлетворенность
чунăмра темĕнле савăксăрлăх туйăмĕ çуралчĕ — в моей душе появилось чувство какой-то неудовлетворенности
темĕнле
(темле)
темĕнле
1.
неизвестно какой
какой-то
темĕнле
2.
неизвестно как
каким-то образом
темĕнле майпа — каким-то способом, как-то
темĕнле хутсем — какие-то бумаги
экзамен мĕнле тытнă-ши вăл? — как он сдал экзамен?
темĕнле — не знаю, как
темĕнле
3. в сочет. с частицей та (те)
какой угодно, любой, всякий
темĕнле
как угодно, всячески, по-всякому
унта темĕнле кĕнеке те тупма пулать — там можно найти любую книгу
темĕнле
4.
в сочет. с деепр. на -сан (-сен), при частице та (те)
как ни, сколько ни,
как бы ни, сколько бы ни;
какой ни, какой бы ни
темĕнле ӳкĕтлесен те килĕшмерĕ — как его ни уговаривали, он не согласился
темле
см. темĕнле
тепле
1.
то же, что темĕнле
тепле ӳк-мерĕ — как только он не упал!
тепле те тытăнса пăх — пробовать по-всякому
тепле йывăр пулсан та — как бы ни было тяжело
улпутлăх
барство, барственность
унăн кăмăлĕнче темĕнле улпутлăх пур — у него в характере есть барство
хушă
5. в роли служ. имени:
хушша, хушшине — в, на, между
пирĕн хушша лар — садись между нами
ял хушшине кĕр — войти в деревню
Икĕ турта хушшине икĕ лаша кӳлмеççĕ. — посл. В пару оглобель двух лошадей не запрягают. (соотв. Два медведя в одной берлоге не уживаются).
хушшипе — по, посередине, между
вăрман хушшипе пыр — идти по лесу
хушăра, хушшинче — в, среди, посредине, между, за
пирĕн хушăра — между нами, среди нас
сĕтел хушшинче — лар сидеть за столом
ыраш хушшинче пытан — прятатся во ржи
хушшинчен — из, из-за
кĕнеке хушшинчен темĕнле хут тухса ӳкрĕ — из книги выпала какая-то бумажка
сĕтел хушшинчен тух — выйти из-за стола
çамрăк
молодой
молодежный
вуникĕ çамрăк — двенадцать человек из молодежи
темĕнле çамрăк — какой-то молодой человек
ялти çамрăксем — сельская молодежь
çамрăксен организацийĕсем — молодежные организации
çамрăк рабочисен шкулĕ — школа рабочей молодежи
çамрăксен коммунизмла союзĕ (комсомол) — ист. коммунистический союз молодежи (комсомол)
комсомолсемпе çамрăксен бригади ăмăртура çĕнтерчĕ — ист. комсомольско-молодежная бригада победила в соревновании
Синкер
(сингэр), несчастье, неожиданность, беда. Ст. Чек. Синкер, несчастье, беда; человек, всюду приносящий зло, беду. Ib. Кай кунтан, синкер! (Говорят, напр., мальчику, который что-нибудь натворит, набелокурит). Ib. Синкере никам та кĕтсе тăмас. Никто не желает худого. Альш. Ну эпĕ пӳлмерен тухрăм та, пĕр катăк çу кĕсьене чикрĕм те, кĕлет алăкне туртатăп. Ак, синкер, кĕлет алăкĕ уçăлмас. СПВВ. Синкер: темĕнле синкер (несчастье, беда) çакланасси пур халь. Хорачка. Мана темĕскер синкер (несчастье) полчă. Бур. Çăхан ял урлă кăшкăрса иртсен, синкер пулат, теççĕ. N. Енчен сана пĕр-пĕр синкер вăрăнас пулсассăн. Пшкрт. Апла тусан йорамă, пĕр-пĕр синкер польă. Кратк. расск. 17. Çул çинче темĕн пулас, темĕн килес, темĕнле синкер çакланас пур, тесе, ытти ывăлĕсемпе яман ăна. Ib. 19. Сирĕнпе пĕрле кайнă чухне, çул çинче ăна пĕр-пĕр синкер мĕн ленксе, вăл вилес пулсассăн, эпĕ вара ватăлмалăх кунăмра йĕре-йĕрех вилĕп. Четыре пути. Пиллĕке çитсен, тем синкер лекетчĕ те, сасартăк вилетчĕç. М. Яльчики. Синкер кĕчĕ çурта (несчастье). Сиктер. Курас синкертен, пăрăнтан, выçлăхран сыхласа витсе тăр! (Моленье от града). Юрк. Хăш чухне тата туррăн синкерĕ („наказанье божье“) те пулат, пăр та çапат (градобитие), тет. Ib. Ку синкертен епле кăна хăтăлар-ши? N. Синкер айăпне каçарăр. См. Прокоп. „Прохожд. в землян. ворота“, || Заразная болезнь. СПВВ. ФИ. Синкер — пĕр çын çинчен тепĕр çын çине сикекен чир. || Страшняя вещь. Изамб. Т. Эпĕ синкер куртăм. Я видел страшную вещь. Тайба-Т. Çак пӳртре пĕр синкер. (Шăпăр). || Назв. божества. Хурамал. Альш. Турă синкерне путек. Рекеев. Синкер ернĕ. См. Магн. М. 63, 64, 69, 113. || Укрепление. Мункачи 40.
савăр
сурок. Зап. ВНО. N. Сăвăр шăтăкĕнчен тухса ларать. Н. Седяк. Сăвăр питĕ макăрать, тет, çын тытсан; куççулĕсене шăлса макăрать, çавăнпа ăна: çынран пулнă, теççĕ. Собр. † Хамăр тăван килет асăнса, сăвăр тирĕ витĕнсе. Юрк. † Çӳлĕ тусем çинче сăвăр ларат, унăн йăви йывăç тĕпĕ çинче. Н. Карм. Сăвăр — сурок, живет на горах, свистит. Альш. Сăрт хĕрринче сăвăр шăтăкĕсем пур. Унта сăвăр нумай. Сăвăрсем сарăрах семлĕ (сарăрах тĕслĕ, желтоватого цвета), хурарах семли те пулать. Вĕсем уçăм çинче тăранса çӳреççĕ ерттеллипе. Пĕр иккĕшĕ ялан ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Сыхлаканнисем икĕ кайри урисем çине лараççĕ те, çын килнине курсанах: чрин! чрин! кăшкăраççĕ: таçтан аякран кураççĕ вĕсем çынна. Ку кăшкăрсанах, ыттисем шăтăкĕсем патнелле чупа-чупа пыраççĕ, пĕчĕкçĕрех йытă пек. Шăтăкĕ умне пыраççĕ те, лараççĕ пăхса кайри урисем çинче; çывăха пыра пуçласанах, сысна пек: кăрин! кăрин! туса, пупăл-пупăл тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ. Тахçанччен тухмаççĕ пĕр кĕрсен. Шăтăкĕ вĕсен питĕ тарăна каять. Шалта вăл пӳлĕмлĕ-пӳлĕмлĕ пулат. Унтан-кунтаи тухмашкăн „тĕннисем“ пур, шăтăкĕсем. Вăл сăвăрсем акă ăçтан пулса кайнă, тет. Ĕлĕк пĕр пуппалан начарккарах чăвашăн анисем юнашар пулнă, тат. Акаççĕ, тет те, кĕсем, пупăн тырри начар пулат, тет, лешĕн тырри лайăх пулат, тет. Пуп кунăн тыррине хăй йышăнат, тет, хăй анине çук çынна парат, тет. Леш калат, тет: манăн ку мар, лешĕ манăн, тесе калат, тет. Хайхисем тавлаша-тавлаша сута каяççĕ, тет. Сутсем кĕсен анисене килсе пăхмалла, тет. Пуп хăйĕн пĕр ачипе пĕр хĕрне анасем çине ертсе каят, тет те, леш çук-çын ани çине нӳхреп пекки алтса, ку ачапа хĕрне çавăнта кӳртсе лартат, тет. Кунта килсе ыйтĕç, эсир вара: ку пупăн, леш çукăн, тесе ларăр, тесе калат, тет, ачисене. Хайхисене тăпра курăнмалла мар витсе хăварат, тет те, каят, тет, килне. Акă, нумай тăмаççĕ, тет, килеççĕ, тет, хай сутсем. Каяççĕ, тет, пурте кĕсем анасем патне. Çитеççĕ, тет те, аптăраççĕ, тет: ниçтан хăшĕ хăшийĕнне пĕлме çук, тет. Пуп калат, тет: атьăр, çĕртен хăйĕнчен ыйтар, тесе калат, тет. Ыйтаççĕ, тет, çĕртен: ку кам ани? тесе калаççĕ, тет. Çук-çын ани çинче: пупăн, пупăн, тесе калат, тет. Леш пупĕ ани çинче: çукăн, çукăн, тесе калат, тет. Çапла пуп çук-çын анине йышăнат, тет. Анчах уншăн унăн ачисем çын пулаймаççĕ, тет: сăвăр тăват, тет, вĕсене турă. Вĕсем хиртех пурăнмалла пулса юлаççĕ, тет, çапла. Сăвăрсем шăтăкне кĕрсе кайнă чухне, темĕнле: пупăн, пупăн, çукăн, çукăн, тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ вĕсем.
таккуй
так, славно. Альш. Пычĕç, пычĕç те, яла çитрĕç: таккуй аялтан вĕçсе пыраççĕ. N. Таккуй калаçса лараттăмăрччĕ, темĕнле çынсем пырса та кĕчĕç пирĕн пата.
тем
(т’эм), неизвестно что. См. темĕн. Регули 510. Тем (темĕнле) полать-ха. Не знаю, что (еще) будет. Синьял. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Пуç капташки-маклашки, тем курасси пур-халь ун. Сунт. Тем тăвассу пур. Не знаю, что мне сделаешь (т. е. ты со мною ничего не сделаешь. Ответ на угрозы). ТХКА 49. Тем тăватăр ĕнтĕ (не знаю, как вы решите), кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, тет анне. Амăшĕнчен ыйтсан: ашшĕ тем тăвать, тет. СТИК. Тем пулат, тем килет-ха, тен мункунччен вилĕпĕр-кайăпăр! (Погоди, вот доживем до пасхи, там увидим). || Неизвестно какой. Шел. II. 64. Ма ан кăтарттăр (почему не показать), вăл тем япала мар вĕт (не бог-весть что). Истор. Иван Калита аслă княçра чухне вĕсем тем сăлттавпа (по какой-то причине) Радонеж ятлă хулана куçнă. Все, что угодно; весьма многое, разнообразное. || N. Уйăх хушши мар, пĕр эрнере те тем пулас, тем килес. N. Темрен те паха. Дороже всего на свете („дороже не знаю чего“). Ст. Яха-к. Çав кунсенче тем те курăн çавăн пек япаласене (увидишь много подобных вещей и не знаю каких). || Нечто страшное. Шел. 102. Саншăн (из-за тебя), пĕчиккĕскершĕн, пире темех тумĕç-ха (ничего особенного не сделают). || Не знаю. Регули 481. Тем, пĕлместĕп эп. Не знаю, мне это неизвестно. Ib. 486. Тем тес. Не знаю, что сказать (quid dicam nescio). Орау. Час килет-ши вăл? — Тем, пĕлместĕп. Ib. Пырать-ши вăл, çук-ши? — Тем тăвать („не знаю, как он поступит“). Придет ли туда? — Не знаю. Якейк. Виçĕ пус окçа та çок, тем тума пĕлес халь (не знаю, что делать). N. Пирĕн тем тумалла çук япалана. N. Эпĕ орăх хоть те ярирăп-и, тем. || Не знаю, что об этом сказать (затрудняюсь определенно высказаться). Орау. Вăл хăй кăмăллă япшар çын пек туйăнчĕ те, тем тата. Мне показалось он любезный человек, впрочем не знаю... || Иногда только смягчает последующее заявление, или отнимает от него силу полной уверенности. Торп-к. Пичĕшĕсем ыйтаççĕ, тет: макăртăн-и мĕн, Хăрхăн, тесе калаççĕ, тет. Пике калать, тет; тем, макăрман та, йывăç турачĕ çапрĕ те, çавăнпа кушшуль тухрĕ, тесе каларĕ, тет. Регули 843. Тем, каяс çок вăл паян. Ib. 482. Тем, корман эп. Не знаю, я не видал (мне кажется, я не видал). Другой смысл (с иною интонацией): „мне по этому делу ничего не известно, я не видел“. || Должно быть, кажется, как видно, возможно. Панклеи. Попĕ корчĕ те: Макçăм, сан кĕсре окçа кăларать, тем, тет. Орау. Тем, ку Йăван кĕçĕр килмеçт пуль (наверное, не придет; верно, не придет; как видно не придет), кĕтес те мар. Никит. Татнă пек çырлине сутсах килет тем. Видимо, она придет домой тогда, когда продаст набранные ею ягоды. Янтик. Хулана карĕ тем (повышение голоса на „хулана“). Видно он в город поехал. Сред. Юм. Паян çăмăр пôлать тем? Возможно сегодня будет дождь? N. Ĕни сĕтсĕр мар тем те (кажется): çаканĕ нăмай та, çанпа çитмеçт, корнать. Орау. Ирех юрлатăн, ачам, тем сан паян макăрмалла пулать пуль. Регули 485. Вăл тем. Кажется (думаю, что), это он. N. Сахат чарăнса ларчĕ тем вăл çĕрле. Б. Нигыши. Старикки каланă (старухе): çарăкне хăпарса курмасăрах кулатăн тем (кажется), тесе калать, тет. Якейк. † Ай акиçем, йăмăксам, тем ытлашши каларăм поль, кайтăр-поттар! ан тийăр. (Солд. п.). Нюш-к. Эс манран пĕр виç çул аслăрах-ши? Эс манран пĕр виçĕ çул аслăрах тем вара (еще более увеличивается продолжительность). Панклеи. Чăнах тем. Кажется и в самом деле правда. || Как будто, словно будто, quasi is. Регули 480. Эп, тем, каларăм сана. Не знаю, сказал ли я тебе (как-будто я сказал тебе). N. Тем пĕр-пĕрне çиленнĕ пек, тек пĕр-пĕрин патне нимĕн хыпар тумасăрах пурăнатпăр. С. Айб. † Турă утма савса эп ӳстертĕм, тем хам савăнса ларса, ай, çӳрес пек. („Тем“ придает здесь оттенок раскаяния). Сунт. Тем, пуян çынсем пек. Ib. Çанталăкĕ, тем, сулхăнлатрĕ. N. Тем, аван мар пек туйăнать. || Нередко соединяется с другими выражениями или предложениями. Регули 484. Те ярас тем. Не знаю, посылать (послать) ли, или не посылать (послать). Ib. 780. Вăл пирĕнтен инче мар; те килет тем конта, эп она пĕлместĕп (не знаю придет или нет). N. Мĕскерле, чăваш хушшинче пурăнса, чăвашла вĕренейчĕ-ши вара (а удалось ему выучиться)? — Тем, вĕренейчĕ-и вара (или: те вĕреннĕ тем, или; темĕскерле вара). А когда он жил в чувашах, удалось ли ему выучиться по-чувашски? — А не знаю (а не сумею тебе сказать). Бр. п. водку 16. Хамăр ялăн каччисем темĕншĕн тем ыйтмаççĕ (не сватают). N. Тем авланас пулĕ салтака каяччен. || Не знаю почему. Изамб. Т. Тем вăрçаççĕ вара? || Не знаю что; шут знает что. N. Çавăн пек сăмахсем вĕсенĕн урăх та нумай: çавăн пек пулсан, тем курас пулĕ (испытать придется). С. Тим. Курăкран çӳхе, темрен вăрăм (длиннее не знаю чего). || Что-то. Шурăм-п. Тем калас, тет пулмалла. Должно быть, что-то хочет сказать. Сред. Юм. Тем алхастарнă поль сире. (Çынсĕм пит чарăнмасăр вылясан, кôлсан калаççĕ). Уже не... ли (указывает на одну из возможных вероятностей). Ib. Пĕр пит йосав каччă иртсе кайрĕ, хăтана каймарĕ тем (т. е. уж не пошел ли он невесту сватать?). || Что-то (= почему-то). Орау. Пĕр çулнехи пек кахатлăх ан пултăр кăçал (как бы не случиться неурожаю), тем çăмăр çук. СТИК. Тем пуç ырата пуçларĕ, те сĕрĕм çакланчĕ. Что то начала болеть голова, не знаю — угорел. Алгаз. Тем урамалла пăхрăм та, çынсем мăкăр-мăкăр вуласа чупаççĕ. N. Çынни тем чирлĕ, типшĕм, лутра хăйне хăй хавас мар пек кăтартат. || Служит для усиления. НИП. Тем пысăкĕш чăрăшсем (огромные ели). Орау. Вучĕ тем çӳлли çунать. Пламя поднимается на огромную высоту. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Тем çăва ятлăччĕ çав! Не знаю шут знает, как его звали! Ib. Тем çăва патне ярат онта мана! Не знаю (шут знает), зачем посылает он меня туда! N. Тем мурне (также: тем ахратне, тем шуйтанне, тем хăяматне, тем масарне; тем çăвине, почему-то). Сред. Юм. Тем çăвалла çын ô, нимпе те манран йôла пĕлмес. Шут знает, что он за человек — все за мною вяжется. Ib. Паян ô кайни такçанах, тем ĕмĕр пôрăнчĕ ôнта (долго находился или пробыл). Ib. Тем чир пик аса та илмен эп ôна. Не знаю, я как-то не припомнил этого. Ib. Тем çăви полнă. Не знаю, что случилось (шут знает, что случилось). Шурăм-п. Хăйне теме (dat.) хурса, таçти пухура пек, никам ăнланайми сăмах калать. С крайнею гордостью он произносит никому непонятную речь, как будто на каком-то важном собрании. Ск. и пред. чув. 57. Тем хăтланман-ши, темĕскер туман-ши? Не наделал ли он чего? Сĕт-к. Çав пачкалăка тĕкĕ пемелле (надо подпереть подпорой): тем çĕрех солăнса кайнă. || Чорт знает к чему, зачем. Орау. Тем ухмахне палăртать вăл. К чему обнаруживает он свою глупость?
темĕнле
неизвестно как. Ст. Чек. Ку япалана теменле тумалла. || Как-то. N. Ку арăм сулахай аллине темĕнле сулласа пынă. || Неизвестно какой.
темĕскер
неизвестно что. Бр. п. водку. 5. Çав апайăн вара темĕскер пур манпала (что ей до мени, что она меня не оставляет в покое)? N. Темĕскер тума çыру ямастăр эсир? || Какая-то вещь, что-то. Ст. Чек. Çаксем ялан темĕскер çухатнă пек шыраса çӳреççĕ. Баран. 87. Çавăнтах темĕскер хури курăнса кайрĕ. Регули 198. Эп илтрĕм, эсĕр темĕскер попленĕ. Орау. Кил-ха конта, темскер пур! Иди-ка сюда, здесь что-то естьI N. Тухтăр патне çӳретĕп: те суять, те ахаль лăплантарать: нимех те çук санăн, тет, çапах темĕскерсем (какие-то лекарства) ĕçме хушрĕ. || Что-то особенное. N. Халĕ хĕлле мар, хыт-сухана та яма пулать, вăрмана та. Çарансем çинче те темĕскер çук вĕт (ничего особенного нет). || Шут знает что. ГТТ. Темĕскер туса хĕл иртет. Зима проходит шут знает за какими занятиями (т. е. без видимых результатов работы). N. Эпир ăна: темĕскер пулĕ, тесе, ĕнесене хăварса тартăмăр. || Употребл. для обобщения. Альш. Хăятран лерелле темĕнле-темĕнле ялсем каяççĕ вара унта: Çĕнĕ Хăятсем темĕскерсем. || Какое-то существо. Актай. Каллах кусен сĕтне (их молоко) темĕскер ĕçсе кайнă. Артюшк. Анне, ав лере темĕскер килет, шап-шурă сухаллă, аллинче темĕскер пур. || Какой-то. Шурăм-п. Вĕреннĕ çынсем çĕнĕ лайăх япала тупса кăларсассăн, тĕттĕм халăх ăна ирĕксĕр илнĕ пек анчах илет; малтан: темĕскер усал япала вăл, тесе, хăраса тăрать. || Что-то, почему-то. Болезни. Эсĕ мĕнпе чирлерĕн? тенĕ. Лешĕ каланă: „эпĕ нимĕнпе те мар, çынсем хĕлле, ĕç çук вăхăтра, юмах итлесе, чĕлĕм туртса ларнă çĕре, хурал пӳртне кайкаласах чирлерĕм темĕскер. Шурăм-п. Хĕрарăмсем те урамра темĕскер кумаççĕ (что-то, по какой-то причине снуют туда и сюда). Ib. Темĕскер астумастăп. Темĕскер астуми пултăм. Что-то не помню. Я что-то начал забывать. Ib. Темĕскер çӳрейми пултăм эп. Я что-то, почему-то, начал хворать. || Неизвестно (трудно определенно сказать, так ли это). N. Анчах, тен телейне кура, темĕскер (м. б., на его счастье, что-ли), тăлăх-турата Пахум Унтри арăмĕ усрава илнĕ. N. Краçниккăв, çакна кура темĕскер, хăй çурт-йĕрне 5500 тенкех пама пулнă. || Пожалуй. БАБ. Ку, темĕскер, хамăра вĕлерсе пĕтерĕ, тесе (боясь, что он их убьет), хăраса пурте киле тарса кайрĕçĕ, тет. || Должно быть, что-ли (предположение). Коракыш. Вăн пĕркунне эпĕ сире армана мĕнле чармаллине каларăм-ç-ха, çавна халĕ пĕвеленĕ. Пĕри итленĕ темĕскер, тенĕ. N. Халь вăхăт çук темĕскер. БАБ. Анне те, те хурланчĕ темĕскер те, куç-çулĕ шапăрах юхса тухрĕ.
хыпар-хăнар
весть, весточка, известие. Ст. Чек. Унăн хыпар-хăнарĕ çук-им? СПВВ. ИФ. Хыпар-хăнар, сăмах туни, е çитерни. Ib. Ялта пĕр-пĕр çын: сирĕн çав хурăнташ сăра тунă, тет, кунта сире хыпар-хăнар пулни? теççĕ. СПВВ. МС. Аттесем темĕнле пурăнаççĕ, хыпарне-хăнарне пĕлмен (не имею известий о них). || Новости. N. Пасара кайса хыпар-хăнар пĕлсе кил.
хӳллен
то же, что хуллен. Кан. Çĕр тĕпĕнчен хӳллĕн темĕнле тискер сасă илтĕнчĕ.
тĕрĕнтер
понуд. ф. от гл. тĕрĕн, задеть за твердый предмет. Кан. Темĕнле майпа, асăрхамасăр, Кенина хулран çуна туртипе тĕрĕнтернĕ. || Притупить. Орау. Çĕççе такăш тĕрĕнтернĕ ĕнтĕ, ах, шилмă ачисем! Ib. Пуртта каскаланă чухне таçта тимĕр пăта çине тивертсе тĕрĕнтернĕ. || Разбивать конец гвоздя, чтобы притупить. Орау. || N. Выçă ĕнене курăк çине кӳртсе ярсан, тĕрĕнтерсе çиять (= нумайăн хыпса çиять).
ача
(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.
енчĕк
(jэнζэ̆к,—џ̌э̆к'), кисет; кошелек; кожаный кошелек для денег. Изамб. Т. Енчĕк ― кисет для денег или для табаку. Щ.С. Енчĕк — кожаный кошель для денег, вешался на пояс. IЬ. Ĕлĕк, турă çынсене укçа вайлеçнĕ (sic!) чухне, вырăссем укçа илме мих илсе кайнă, çавăнпа вĕсен укçа нăмай. Чăвашсем енчĕк анчах илсе кайнă. Енчĕк ăшне укçа сахал кĕнĕ, çавăнпа чăвашсенчен пĕр пуян çын та çук. Альш. Хĕрсен чĕрçитти кантрисем çумĕнче, пысăклăх çумĕнче, енчĕк (кисет) пулать. Вăл енчĕкне çавракарах тăваççĕ те, пиччĕн енĕшне темĕнле-темĕнле татăк-татăк улалатса çĕлеççĕ хăшĕ. Унта хăнасем панă укçисене яраççĕ. КС. Енчĕк — мешочек у женщин; в него кладут нитки, шнурки и пр. СПВВ. НН. Енчĕк — хĕр-арăмсен пилĕк-çыххи çумăнчи кĕсйи. Пшкрт. jӓнџэ̆к, то же, что енчĕк. Ст. Шаймурз. † Авалхи те тенкĕ, кив тенкĕ, енчĕк тĕпне ярса пулмарĕ. Старинную серебряную монету не пришлось положить в кошелек. Сред. Юм. † Енчĕк тõлли окçи пõр, пĕтĕм пасара хăй пõхать. Шел. 31. Тарай тутри енчĕкĕ пурте пурçăн шерепи. Юрк. Старик, виçĕ çĕр тенкĕ укçине аллине илсе, укçа йнчĕкне чиксе хурат. Бел. Гора. † Саратав (= Саратту) енчĕк сар енчĕк; тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмар. IЬ. Енчĕк — укçа хуракан сăран хутаç. Альш. † Пире укçа памасан (если не даст), шăши кастăр енчĕкне, арлан тулттăр укçине; пире укçа парсассăн, шăши юсĕ сыхлатăр. || Украшение (у женщ.). На грубом рисунке из Шибач. изображено так: [[Image:]]Сбоку приписано: «моркка». Сёт-к. Енчĕк — женск. украшение. Юрк. † Утса-чупса çырла пухат кунсем шăрăх вăхăтра; енчĕк çӳçи тытса йĕрет пит асăннă вăхăтра. || Scrotum. Шибач. || Вымя. Торп-к. Качаки вăрмана кайса килчĕ те, йорлать, тет: хир, хир вути татрăм, хир, хир орлă каçрăм; енчĕкĕм толи (= толли) сĕтĕм пор, муþ хоппи толи çăвăм пор, тесе йорлать, тет. Чураль-к. † Енчĕк тулли сĕтĕм пур, мăйăр хуппи тулли пылăм пур. (Юмах юрри). См. кача. || В одной песне встречается вм. ĕнчĕ. N. † Атăл варринче шур енчĕк (lege: ĕнчĕ); ăсса илес чĕ, ăсми çук.
йăпăрка
(jы̆бы̆рга), шёлк. Мăн-Этмен, Ходары, М. Тув. † Лапкара тавар нумай та, йăпăркана мĕн çитес? Якейк. Йăпăрка, (jы̆бы̆рга), тоттăр — шелковый платок. N. Йăпăрка порçăн, лучший шелк. Якейк. Йăпăрка порçăнпа масмак анчах тăваççĕ; вăл пор тĕслĕ те полать. Ib. † Порçăн тоттăр йăпăрки çĕнĕ чох çыхни килĕшет. Ib. Йăпăрка порçăн тоттăр. Чертаг. Йăпăрка туттăр, светло-оранжевый платок с цветами, шелковый, из «элмен пурçăн»(по словам чувашки); стоил (до войны) 2 рубля. || Шелковые нитки. Якейк. || Скользкий. Баран. 47. Темĕнле йăпăрка сивĕ япала ман алла пырса сĕртĕнчĕ (это была гадюка). || Скользкий, холодный и слизистый.
вакла
разменять, мельчать, крошить, изрезывать на части. Изамб. Т. Хăвăн укçу ман çумри укçана ваклама çитет-и? Хватит ли у тебя денег разменять мои деньги? N. Вăл хура (гуся) вакламасăр пĕçереççĕ. Торп-к. † Порçăн пушине ваклама хурăç çеçĕ кирлĕ-мĕн. Имен. Хачă тытрĕ те, пире вакласа, чӳречерен, темĕскер каласа, п(ă)рахрĕ. Схватил ножницы и, разрезав хõлст на мелкие кусочки, бросил в окно, ваговорив что-то. Упа 816. Унтан тăп-тулли вакласа тунă кĕмĕл пуссем пулнă. Янш.-Норв. Пăтти пиçсе ансассăн, виççĕн, хай купаланă пашалусене тăваткăл татăк туса, вакласа хураççĕ. Ч. С. Пăрăва пĕçерме пĕр кĕпер хăми илсе килсе вакларĕç (изрубили). Ib. Тăрсан вара, вăкăрне, пусса пăрахса, вакласа, пĕçере пуçлаççĕ. N. Ĕнине пуссассăн, ашне вакланă чухне, пырĕнчен кĕленче катăкĕ тупнă. || В перен. см. Якейк. Сăмах ваклакан çын сана тем те топса парĕ (о находчивом разговорчивом чел.). Çутталла 20. Çынсем утрĕç ерттелпе, тĕрлĕ сăмах вакласа. КС. Вăл пит сăмаха вакламасть. Он не очень разговорчив. Сказки п пред. чув. 105. Ку темĕнле йăваш хĕр, тесе, халлап ваклаççĕ. Ib. 27. Туй халăхне йĕртнине халап туса ваклаççĕ (повествуют). Изамб. Т. Вакла — говорить пространно и без пользы. Ib. Ан вакла ĕнтĕ! эс вакламасан та пĕлетĕп. Не рассусоливай, и без тебя знаю. N. Сăмаха пит ваклакан çын, человек слишком много говорящий. || Распределить. Хыпар № 8, 1906. Çав 854 миллион (= мĕлюн) тенкĕ укçана 138 миллион çын çине вакласан, кашни çынна, арçынна та, хĕр-арăма та, 6 тенкĕ те 19 пус тивет. || Рассматривать, обсуждать в подробностях.
эсрел
(эсрэл), дух смерти. КАХ. Эсрел, çын патне пыма тапратсан, çынна катаранах (ещё издали) темĕнле хăратса пăрахать, теççĕ (наводит ужас). Н. Шинкус. Т. Çак çĕр çинчи эсреле çичĕ çăралă тимĕр тупăха хупса, кăвак тинĕс тĕпне янă; хăçан çав эсрелĕ тупăхĕнчен тухса килĕ, çавăн чухне тин çак çурт вырăнче, вĕлтĕрен пусса, çĕлен кăшкăртăр. (Из заклинания). Слепой. Сана Эсрел шыраса çӳрет полĕ. — Эсрел хăççан пусать-ши сана! тет. — Сана Эсрел пуçтăр! (Брань). Никит. Ах, Эсрел ĕнсерен те кăна! тесе шукăшларĕç. || Бранное обзывание (наименование). Хĕвел № 1. Пĕрне телей лексессĕн, каллах ырă сунмасть: ах эсрел... пĕтмешкĕнччĕ ăна! тет. Сĕт-к. Есрел — ругань. То же и в Тороп-к. Ядр. † Ах эсрел карчăксем! Шăтарас пек пăхаççĕ вилнĕ шапа куçĕпе! Ах эти Азранловы (чортовы) старухи! как они смотрят — точно хотят пронзить своими глазами, подобными глазам дохлой лягушки! || СПВВ МС. написано: Эсрел, çăхан — ворон. См. еще Магн. М. 112. || Эсрел арăмĕ см. Магн. М. 141.
инчет
то же, что инçет. Самăй поян çын патне кайнă хăтая инчете. Ч. П. Инчетре. Сам. 19. Умри инчет темĕнле тĕтреленсе курăнать.
какой-то
местоим. неопр.
темĕнле, темле; Тебя искал какой-то человек Сана темĕнле çын шыратчĕ
как-то
нареч.
1. темĕнле, темле майпа; Он как-то открыл дверь без ключа Вăл темле майпа алăка çăраççисĕрех уçрĕ
2. пĕррехинче, пĕрре; как-то весной пĕрре çуркунне
неизвестный
прил., неизвестно нареч.
паллă мар, темĕнле; неизвестный автор паллă мар автор; он неизвестно где вăл таçта
некий
муж., некая жен., некое сред.; множ. некие местоим. неопред. (син. какой-то)
темĕнле, пĕр, пĕрскер, теплескер; Тебя искал некий мужчина Сана темĕнле арçын шыратчĕ
некоторый
местоим. неопр.
1. (син. какой-то) темĕнле; некоторым образом темĕнле майпа
2. (син. отдельный) хăш-пĕр, хăш-хăш; в некоторых селениях хăш-пĕр ялсенче
один
муж.
1. числит. колич. пĕр, пĕрре; один стул пĕр пукан; один раз пĕр хут; один да один будет два пĕрре çумне пĕрре хушсан иккĕ пулать
2. местоим. неопред. (син. некий, какой-то) пĕр, темле, темĕнле; тебя искал один человек сана пĕр сын шыратчĕ
3. прил. (син. одинокий) пĕччен; он остался совсем один вăл пĕр-пĕччен тăрса юлнă
4. местоим. определит. кăна, çеç; в классе одни девочки класра хĕр ачасем кăна
5. прил. (син. единый) пĕр пĕтĕм, пĕрлĕхлĕ; племена слились в один народ йăх-ăрусем пĕр пĕтĕм халăха пĕрлешрĕç ♦ один за другим пĕрин хыççăн тепри; все до одного пĕр çын юлми, пурте; ни один никам та; один на один куçа-куçăн; одно из двух иккĕшĕнчен пĕри
таинственный
прил. (син. загадочный), таинственно нареч.
1. темĕнле, пĕлме çук, ăнланмалла мар; в лесу слышны таинственные голоса вăрманта темĕнле сасăсем илтĕнеççĕ
2. (син. скрытый, секретный) вăрттăн, пытанчăк, пытаруллă; он приехал с таинственной целью вăл вăрттăн тĕллевпе килнĕ
всячески
темĕнле те, тĕрлĕ майпа.
приспешник
презр. хӳрешке (пĕр-пĕр ҫыншӑн темĕнле усал ӗҫ тума та хатĕр (ҫын).
дёрнуть
сов. и однокр. см. дёргать 1, 3; ◇ чёрт дёрнул шуйттан илĕртрĕ (темĕнле усал шухăш пырса кĕчĕ).
какой-то
мест. неопр. темле, темĕнле, темлескер, темĕскерле; ему нужна была какая-то книга ăна темле кĕнеке кирлĕ пулнă.
неведомый
прил. паллă мар, тĕлĕнмелле, пĕлмелле мар, темĕнле; неведомая сила темĕнле вăй.
невесть
нареч. разг.: невесть что тем(ĕн); невесть кто такам; невесть какой темĕнле; невесть сколько темĕн чухлĕ (те).
некий
мест. неопр. тахăш, темĕнле, теплескер.
осадок
м. 1. лĕкĕ (тăрăлса ларни); дать осадок лĕкĕлен, лĕкĕ лар; 2. обычно мн. осадки геол. юшкăн, хытса ларнă юшкăн (е лĕкĕр); 3. мн. осадки метеор. нӳрĕк; атмосферные осадки атмосфера нӳрĕкĕ, ӳкекен нӳрĕк; 4. перен. йывăр туйăм, чĕрене ларни; от этой встречи у меня остался какой-то неприятный осадок манăн вăл тĕлпулуран темĕнле йывăр туйăм юлчĕ.
таинственность
ж. вăрттăнлăх, пытанчăклăх; какая-то таинственность окружала его ăна темĕнле вăрттăнлăх хупăрласа тăнă.
Мыскара ту
Мыскара ту шутить / пошутить, балагурить.
Тăхти темĕнле йывăр та хаваслă пулма, шӳтлеме, мыскара тума юратать, сăмахшăн кивçене каймасть. А. Артемьев. — Мыскара туса кăтарт-ха ку япаласемпе тăшмансене, — терĕ старик. Вася илсе килнĕ «çĕркăмрăк» катăкĕсене çавăркаласа пăхса. А. Александров.
Пуçа минрет
Пуçа минрет морочить [дурить] голову кому.
— Ав мĕнле çын иккен эсĕ? Темĕнле библисене, священнăй историсене асăнса халăх пуçне минрететĕн. С. Элкер. Хăйсен ирсĕр агитацийĕпе вĕсем салтаксен пуçне минретрĕç, вĕсене тăван аннемĕре — Российăна суттарса, ĕмĕр каçарма çук айăпа кĕртрĕç. || М. Белов. Каврушĕ, эрехпе пуçăма минретсе, Лисука сутăн илесшĕн пулчĕ. А. Артемьев.
Тĕл пул
Тĕл пул 1. встречать / встретить кого-что, встречаться / встретиться [повстречаться] с кем-чем; 2. попадаться / попасться; 3. наткнуться на кого-что, натолкнуться на кого-что; попадать / попасть вовремя.
1. Пристань çинчен тухсанах, пĕр паллакан чăваш поэчĕ тĕл пулчĕ. М. Исаев. Ленинпа тĕл пулни Бабушкинăн малашнехи пурнăç çулне татса парать. Чăваш календарĕ. 2. Ку çул çинче кĕперсем çине-çинех тĕл пулаççĕ. В. Ухли. Курăк хушшинче пиçме тытăннă хурăн çырли тĕл пулкалать. Т. Петĕркки. Ăна хирĕç темĕнле ют çынсем тĕл пулаççĕ. Микулай вĕсене асăрхамасть. А. Ĕçхĕл. Урамра ура ярса пусмассеренех Миронкин йывăç урапи çине тĕлĕнсе пăхакан çынсем тĕл пулаççĕ. А. Талвир. 3. Микулай шикленме те, пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ. Тепĕр утăм малалла ярса пуссан, вăл икĕ туспа куçа-куçăнах тĕл пулчĕ. А. Ĕçхĕл. Яшка антарнă тĕлех пултăм.
Тĕлĕке пут
Тĕлĕке пут погружаться / погрузиться в сон.
Халăх темĕнле ырă тĕлĕке путнă пекех шăп ларать. А. Ĕçхĕл. Аваллăх тĕлĕкне путса, Мотор шавне итлет вăрман. А. Афанасьев.
Тĕс кĕрет
Тĕс кĕрет [çапать] 1. становится каким-либо (по внешности, цвету и т. п.); 2. тĕс кĕрет поправляется кто. 1. — Епле хытă пиçнĕ хĕвелпе! Крымпа Кавказра кун пек хитре тĕс кĕрес çук. А. Ĕçхĕл. Сахăр кăшманĕ акнă пусăра ретсем хушшинче юлашки хут кăпкалатса тухнă тĕле хирти ыраша ĕнтĕ ылтăн тĕс кĕнĕччĕ. А. Ĕçхĕл. Петĕрĕн вĕриленнĕ питне хĕрлĕ тĕс çапса тухнă, куçĕ савăнăç хĕлхемĕ сирпĕтет. Г. Краснов. Тăм пӳрт стенисем мăкланса кайнă, симĕс кăвак тĕс çапнă. В. Паймен. Ритăн кĕре ӳтлĕ питне хĕрлĕ тĕс çапрĕ, анчах вăл мĕншĕн хĕрелнине Таня тавçăрса илме мар, асăрхамарĕ те. А. Артемьев. Халĕ çеç тухакан хĕвел шупка хĕрлĕ пайăркисене сапаланипе йывăç тăррисене çав тери илемлĕ тĕс çапрĕ. С. Павлов. Иван Демьянович сăнĕ те сисĕнмеллех улшăнчĕ. Яланхи кĕре пит-куçне темĕнле сарăрах тĕс çапрĕ. А. Ĕçхĕл. Çил кунĕпех чӳречесем çине Вĕт тумламсем, вĕт пĕрчĕсем тăкать. Сивлек тĕс çапнă пĕлĕтсен питне, Йăмралăх ăшĕ ман пекех вăркать. В. Тимаков. 2. Тепĕр самантран хĕр лăпланчĕ, сăнне-питне яланхи тĕс кĕчĕ. А. Ĕçхĕл.
Чĕлхе уç
Чĕлхе уç заставить раскрыть [открыть] рот, заставить заговорить.
Кăна та пĕрле илсе каятпăр. Хурăн хулли темĕнле пиçĕ чĕлхене те уçаканччĕ-ха. Н. Мранькка.
Чуна çӳçентер
Чуна [чĕрене] çӳçентер [тапрат] наводить [нагонять] / навести [нагнать] страх [ужас, трепет] накого.
Телеграф пралукĕсем чуна çӳçентермелле шăхăраççĕ. В. Ухли. Кируш савăнать: юлташĕн çилли ирте пуçланă — текех сăнăпа тăрăнтарнă пек чуна çӳçентерсе калаçмасть. А. Талвир. Тĕпелтен, чуна тапратса, темĕнле çатлатнă сасă илтĕнчĕ. Ю. Скворцов. Таçтан тата чĕрене тапратакан тăмана сасси киле-киле çапăнать. Т. Петĕркки.
Шак хыт
Шак хыт цепенеть / оцепенеть (под влиянием какого-либо сильного чувства).
Пĕтĕм агрономсем тĕлĕнсе шак! хытса кайрĕç. А. Ĕçхĕл. Тĕлĕннипе шак хытса тăтăм. А. Артемьев. Тусем енчен сасартăк темĕнле сасă илтĕнчĕ. Эпĕ шак хытса тăтăм. М. Кипек. Çак тӳсме çук суя сăмахсене илтсен, Çеçпĕл чул пек шак хытрĕ. Ю. Званацкий.
Шăршă перет
Шăршă перет [çапать] бьёт в нос (о запахе).
Курăк шăрши перет. М. Белов. Сăмсана нефть, тимĕр тата темĕнле палламан шăршă пырса çапрĕ. Л. Емельянов. Сăмсана шăннă çулçăсенчен милĕк шăрши çапать. Ю. Скворцов.
мастурбаци
п.с. Çын ачаш вырăнсене хускатса хăй тĕллĕн (арлăх çыхăнăвне кĕмесĕр) ар киленĕçне туйни. Мастурбаци е онанизм — искусствăлла майпа ар органĕсене килентерни. П-е, 1991, 7 /, 29 с. Мастурбаци — арçын е хĕрарăм япалисен тул ен органĕсене сĕртĕне-сĕртĕне секс туйăмне тивĕçтерни. Я-в, 1991, 1 /, 32 с. Мастурбаци — алăпа ар органĕсене вылятса ар шĕвекне кăларса лăпланни. МТВЧС, 1996, 110 с. Çынсем мастурбацие темĕнле килĕшӳсĕр те таса мар япала вырăнне ан хуччăр. Х-р, 22.02.2000, 3 с.
— мастурбаци ту (Ă-л, 1998, 4 /, 19 с.); мастурбаципе айкаш, мастурбаципе аппалан (Ар, 2001, 11 /, 3 с.), мастурбаци мелĕ (Ар, 2001, 22 /, 3 с.).
монстр
ç.с. Элес-мелес капашсăр япала; йĕлмевĕс, çам. «КПСС» ятлă монстр наци ыйтăвĕпе тунă çылăхсене вăл [истори] каçармастех. Х-р, 25.09.1996, 2 с. Халĕ пирĕн ял вырăнĕнче — монстр-комбинат. Ч-х, 1999, 14 /, 5 с. Влаçа «тапаланакансем» Коммунистсен партийĕн ертӳçинчен темĕнле монстр сăнарне калăплас тесе ... тума пултарайманнине те турĕç. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с.
пăшăлтату
п.с. 1. П.п. Сасă чĕлĕхĕсене вылятмасăр шăппăн калаçни; сассăр пуплев. Зал тăрăх пăшăлтату шуса иртет. А.Железковăпа К.Семенова, 1964, 170 с. Хĕр пăшăлтатрĕ. Анчах çав пăшăлтату кăшкăрнă майлă илтĕнчĕ. Г.Ефимов, 1984, 128 с. Хĕрпе каччăн ăшă пăшăлтатăвне итлесе тăма аванах мар. В.Эктел, 1996, 78 с.
— юрату пăшăлтатăвĕ (Ю.Айдаш //Х-р, 14.05.2003, 4 с.);
— ВЧС, 1971, 869 с.
2. П.п. Килĕшӳллĕн илтĕнекен вăйсăр сасă (шĕпĕлтетни, чăшăлтатни т.ыт.). Шăнкăрав янăранă чух... йывăçсем яланхи пăшăлтатăвне татĕç. И.Лисаев //Я-в, 1974, 4 /, 3 с. Хум пă-шăлтатăвĕ [Кĕнеке ячĕ]. М.Карягина, 1995. Ав, ... парка йывăç çулçисен пăшăлтатăвĕ хăлхара. Х-р, 3.06.1997, 3 с. Сӳ кайрĕ чун — ылмашрĕç тейĕн аслатипе пăшăлтату. Н.Ишентей //Я-в, 2000, 5 /, 3 с.
3. Ç.п. Ăшри пуплев. Шухăш — чарăнми вĕç-хĕррисĕр темĕнле пăшăлтату. Г.Айхи, 1988, 52 с. Ĕмĕт пăшăлтатăвĕ [Пуçелĕк]. М.Мерчен //К-н, 2002, 7 /, 13 с.
4. Ç.п. Сăмах сарни; сăмах-юмах, сас-хура. Пăшăлтату пăтти... Ку пăшăлтату мар, ку — чăнлăх. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с.
пушлăх
п.в. Пушăлăх, тĕпсĕрлĕх (туп.); çаралăх, пĕчченлĕх. Эпĕ таçта темĕнле вĕçĕмсĕр пушлăха чăматăп, чăматăп пек. Хв. Агивер, 1984, 112 с. Вăл ... хăйне темĕнле пушлăхри пек туйнă. Ч-х, 1999, 27 /, 7 с. Çак пушлăхра шăна та вăратаймĕ санăн шухăшна. К.Бельман, 1999, 34 с.
— пушлăха тултар (Хв. Уяр, 1984, 170 с.; Х-р, 21.04.1993, 3 с.).
ăрăмлă
ч.с. Асамлă, ытаруллă, тĕлĕнмелле. Темĕнле ăрăмлă ункă тухатăвĕнче эпир. Х-р, 24.08.1993, 3 с. Ăрăмлă (магиллĕ) сăмахлăх тĕслĕхĕсем ытларах йăла-йĕрке поэзийĕнче тĕл пулаççĕ. ЧС, 1994, 8 кл., 13 с. Чăвашăн ăрăмлă йăли-йĕркине, юмах-халапне... юратать çак калавçă. Г.Федоров, 1996, 188 с.
— ăрăмлă йăла, ăрăмлă сăмахлăх (ЧС, 1993, 10 кл., 25 с., 35 с.).
пахча
сат. Пахча (сат) хуçи хăй картинче ларакан йывăç темĕнле тăрăшса пăхсан та ик-вĕç çул кĕтсен те çимĕç туманнине курса, анчах ырă йывăçсене лайăхрах çитĕнме, нумайтарах çимĕç тума чарса кансăрлесе ларнине курса калать <…> [Поучения 1904:45].
Çавăн пекех пăхăр:
темĕн-те-пĕр темĕн-темĕн темĕн... и вара темĕнлĕ « темĕнле » темĕнлескер темĕнскер темĕнскерле темĕнччен темĕншĕн