(вэ̆р), дуть. Чув. прим. о пог. 121. Çула ăшă (вĕри) çил вĕрсен, çăмăр пулать. Если летом подует теплый (горячий) ветер ― к дождю. О сохр. здор. 96. Ăшă ытларах тухтăр, тесе, пӳртелле ăшă вĕрсе тăракан шăтăксем (отдушины) тăваççĕ; вĕсене уççан, ăшă вĕрсе тăрать. N. Пит-çăмартине сывлăшпа вĕрсе тултарнă (надул щеки, в букв. смысле. Сомн.). КС. Питне вĕрсе хăпартрĕ (надулся, в букв. см.). N. Этем кĕлетки ăшне чун вĕрсе кӳртнĕ (вдунул). Орау. Сăмавар çинчи кĕле вĕрсе ятăм. Я сдул с самовара золу. || Произнести наговор (наговорить), колдовать. Ђăв. й. пур. 34°. Пыр (ступай), эп вĕриччен эрех илсе кил (пока я буду произносить наговор). Т. VI. 8. Лашапа çын чирлесен, каласа вĕрмелли сăмахсем. Упа 656. Юмăç вĕрнисем. Чет. пути. Çынсем сана: вăл курăка венгер чĕлхи вĕрет (наговаривает), теççĕ. Сред. Юм. Çынна пăсас тесе, вĕрсе парсан, ĕçекенни ĕçеччĕн вĕрсен, пăсăлмас, тет! (Народн. поверье). Испов. Вĕрсе панă япала, навороженное. ‖ Обмануть, надуть. Орау. Çапла-капла, текелесе, вĕрсе ячĕ чĕлхеçĕ пек (обманул).
(вэ̆р), лаять. Упа 756. Сасартăках, вĕсенчен инçех мар, тырă ăшĕнчен пысăк хура йытă сиксе тухнă та, вĕсене вĕре пуçланă (начала на них лаять). Т. М. Матв. Сĕм вăрманта кăвак йытă вĕрет. (Вăрманта пуртă сасси). Орау. Йытти тăрсан-тăрсан пĕре вĕрсе илет (нет, нет, да и залает). СЧУШ. Хĕлле урамра йытăсем хытă вĕре пуçласан, ăшăтат. С. Дув. Вĕр, вĕр, шавкка, вĕр, шавкка, пăру сакайне кĕр, шавкка. Ау 3. Манăн халĕччен вĕрмен йыттăмсем вĕрсе ячĕç. || Ст. Чек. Хура йăтă вĕре пуçларĕ (т. е. мне хочется есть).
то же, что вĕри «горячий». Употребл. в следующем выражении: вĕр çатма.
, подр. движениям быстро разлетающихся или шумно кишащих насекомых. Орау. Пĕр карчăк туя йăтса тухрĕ те, чипер вылякан ачасем, шăнасем пек, вĕр-р-р сирĕлчĕç. Ч.С. Çырма хĕррине çитрĕмĕр те, çырмара çынсем темĕн чухлĕ, вĕлле хурчĕсем пек вĕр, вĕр, вĕр! вĕрĕлтетсе, шавласа тăраççĕ. Лебеж. Вĕр, вĕр вĕрене, вĕрене варри вĕр ылттăн, çӳппи-çаппи пин ылттăн. (Вĕлле хурчĕ). Салагаево. Вĕр, вĕр ылттăн, вĕр ылттăн, çуппи-çаппи пин ылттăн. (Хурт уйăрни). || В перен. см. выраж. тоску. Ст. Чек. Майкка (Марья) асне килсессĕн, чунĕ вĕр-вĕр тăват-çке (тоскует).
вероятно, опечатка вм. кĕр. N. Ăша шăнтса пăсасран пит сыхланас пулать, вĕр вăхăтĕнче, хĕл вăхăтĕнче хырăма пĕр-пĕр ăшă тытакан япалапа, тăлапа-мĕнпе, чĕркесе çӳрес пулать.
неизв. сл. в загадке. Отсюда: вĕр улти.
то же, что вир, просо (описка?). Н. Лебеж. Икĕ пĕрчĕ вĕрĕме пĕтĕм тĕнчене салатрăм. (Куç).
(вэ̆р), употребл. в след. соединении: вĕр-çĕнĕ.
неизв. сл. См. вĕрене.
Çавăн пекех пăхăр:
вĕлчĕ вĕльтĕр-валтĕр вĕльтĕртет вĕльтĕртеттер « вĕр » вĕр çатма вĕр пăтти вĕр улти вĕр-çĕнĕ вĕр-сур