Шырав: пăх

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

I.

1.
кал
испражнения
(человека)
помет (животного)
навоз
лаша пăхĕ — конский навоз
2.
шлак
пăхăр пăхĕ — шлак от медной руды
тимĕр пăхĕ — шлак от железной руды
кивĕ пăхăрăн пăхĕ çук, пирĕн тăвансен ӳпки сук
фольк. у старой меди нет шлака, у наших родных нет на нас обиды

хăлха пăхĕ — сера в ушах
II.

1.
смотреть, глядеть
ăшшăн пăх — приветливо смотреть на кого-л.
тинкерсе пăх — пристально смотреть
пăхса çаврăн — осмотреться
пăхмасăр кала — рассказать, прочитать наизусть
куçа чарса пăх — вытаращить глаза, смотреть большими глазами
ĕне пăхма аван — корова с виду хорошая
Хирелле кайнă чух ялалла пăхать, яла кĕнĕ чух хирелле пăхать. (Кутамкка). — загадка Идет в поле — смотрит на деревню, идет в деревню — смотрит в поле. (Котомка).
2.
взглянуть, бросить взгляд
питрен пăх — взглянуть в лицо
3.
смотреть, выходить, быть обращенным куда-л.
пирĕн пӳрт вăрманалла пăхать — наш дом обращен к лесу
чӳречесем сада пăхаççĕ — окна выходят в сад
4.
светить, смотреть (о солнце)
выглядывать
паян хĕвел çуллахи пек пăхать — сегодня солнце светит, как летом
Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн. — посл. Не заставишь солнце светить, когда оно за тучами.
5.
осматривать, производить, делать осмотр
тухтăр чирлисене пăхать — доктор осматривает больных
пăхса ил — 1) взглянуть, бросить взгляд 2) осмотрев, взять, купить что-л.
6.
высматривать, присматриваться, присматривать кого-что-л. (себе)
хĕр пăх — высматривать, выбирать невесту
пăхса кур — присмотреть, выбрать
эпĕ хама валли пальто пăхса хутăм — я присмотрел себе пальто
7.
рассматривать, разбирать
суд ĕçе пăхма пуçларĕ — суд приступил к рассмотрению дела
пăхса тух —
1) просмотреть (напр. статью)
2) рассмотреть, разобрать что-л.
ӳпкев пăхса тух — рассмотреть жалобу
8.
относиться к кому-чему-л.
смотреть, иметь свою точку зрения
урăхла пăх — смотреть другими глазами
эсĕ ку сĕнӳ çине мĕнле пăхатăн? — как ты смотришь на это предложение?
9.
смотреть, ходить, ухаживать за кем-л.,
заботиться о ком-л.
ача пăх — смотреть за ребенком, нянчить ребенка
хурт пăх — ухаживать за пчелами
чирлисене пăх — ходить за больными
выльăх пăхакан — скотник, скотница
чăх пăхакан — птичница
хурт пăхакан — пчеловод
пăхса ӳстер — выращивать, воспитывать
Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. — посл. Ухаживающий за лошадью не ходит пешком, ухаживающий за стариком не бывает голодным.
10.
смотреть, следить, наблюдать
кĕтӳ пăх — пасти стадо
пăхса тăр — 1) стоять и смотреть, наблюдать 2) присматривать (постоянно)
машинăсене куллен пăхса тăмалла — за машинами требуется повседневный уход
11.
угощать
потчевать
разг.
вăл хăнасене лайăх пăхса ячĕ — он хорошо угостил гостей
12.
обращать внимание, принимать во внимание
считаться
с кем-чем-л.
вăл амăшĕ каланине пăхмарĕ — он не посчитался с тем, что сказала мать
çаврăнса пăх — 1) оглянуться, бросить взгляд назад 2) перен. обратить внимание
вăл аслисем калани çине çаврăнса та пăхмасть — он и внимания не обращает на советы старших
13. в сочет. с инфинитивом на -ма (-ме)
иметь склонность
к чему-л.
пытаться, пробовать
тарма пăх — пытаться убежать
вăл мухтанма пăхать — он имеет привычку хвастаться
ĕне сĕкме пăхать — корова норовит боднуть
14.  
с деепр. др. глагола  выступает в роли вспом. глагола
с общим значением кратковременности или пробного характера действия:

калаçса пăх — поговорить
пурăнса пăх — пожить
туса пăх — попробовать сделать
тытса пăх — подержать
шухăшласа пăх — подумать

алла пăх — привыкать, приручаться (о животных)
ăçта пăхнă унта — куда ни посмотри, везде
пăхса та курăнмасть-ха — видом не видать; еще долго ждать
пĕр енчен пăхсан — с одной стороны (о точке зрения)
пĕрре пăхсах — с первого взгляда
пăхсах паллă — сразу видно
карт пăх — гадать на картах
юмăç пăх — ворожить
çын куçĕнчен пăх — быть зависимым от кого-л.
вăл ашшĕне пăхнă — он весь в отца, он вылитый отец
пăх та кур! — вот тебе раз!, вот это да!
III.
подражание несильной вспышке, напр. небольшого количества пороха

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

I.
грязь
кал
помет

хăлха пăхĕ — ушная сера
II.
смотреть
наблюдать
ухаживать

епĕ картина пăхма йурататăп — я люблю смотреть картины
ача пăхакан выçса вилмен — кто ухаживает за детьми, тот не умрет с голоду
куçа тавăрса пăх — выпучить глаза
мĕскĕн çынна пăхса усра — бедного содержать
йумăç аван пăхатăр — хорошо ворожите

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

(пы̆х), подр. вспыхиванию пороха. Б. Олг. Тар пăх! тесе çонса каят.
(пŏх), так манят жеребят. ТХКА 43. Пăх-х, пăх-х, — тесе йыхăрса, тихана тытса, йĕвене тиха пуçĕнчен хывса илтĕм. См. пах.
(пы̆х, пŏх), кал, испражнение (тюрк. бук). N. Пулас тиха пăхĕнчен паллă. (Послов.). || Навоз. N. Çимĕк иртсен вара, пăх тăкма пуçлаççĕ. N. Пирĕн хресчен хушшинче çула питĕ нумай ĕçсем пулаççĕ: суха тăваççĕ, пăх тăкаççĕ, утă çăлаççĕ, тыр выраççĕ. СТИК. Сана турттарса пыриччен, пĕр кĕреçе пăх хурăп та, итту усă пулĕ. (Говорят, когда мальчик просится ехать с отцом в поле пахать или жать). || Шлак. КС. Тимĕр пăхĕ, тăхлан пăхĕ, пăхăр пăхĕ. Альш. † Кив пăхăрăн пăхĕ çук, пирĕн тăвансен ӳпки çук. || Сера (в ушах). Изамб. Т. Хăлха пăхĕ. || Вред. Г. А. Отрыв. || Употребляется в чувашизмах. Изамб. Т. Сред. Юм. Мĕн, пăх полтăр-и ôнта пĕрех май. Что там есть, когда все время собирают (напр., грибы в лесу). IЬ. Пăхна шăршласа çӳретне мĕн конта? Что ты здесь шляешься; ничего ведь для тебя нет. IЬ. Пиччусĕне кайса чĕн-ха! — Пăх çи мар-и, кайса чĕн ху, кирлĕ полсан. Орау. Эсĕ пĕтĕмпех пăх пулнăччĕ ун чухне (был вдребезги пьяным). IЬ. Мур, çĕрĕк пăх пулса килчĕ те, паян кӳпчесе выртать ак (дрыхнет). IЬ. Атте, мĕн тăван? — Пăх тăвап. (Сердитый ответ на ненужный вопрос). IЬ. Ăна асăнмаллăх тăвăп-тăвăпах-ха хăçан та пулсан. — Пăх тăваятни эсĕ ăна, хăна тепре пĕçертĕ (отлупит). IЬ. Пăх калать-и вăл? (т. е. он ни черта не скажет). IЬ. Пăх çиен, ăçта сана унпа çыхланма. Тюрл. Мĕн пăх тăватна онпалан! Зачем это тебе. (На кой чорт это тебе). КС. Мĕн пăх укçи пур манăн (какие, чорт возьми, у меня деньги). Городище. Тырă сутма, кайса пăх хыпрăм. Поехал продавать хлеб и прогадал. N. Арăмĕ, старикĕ каланипе калах пăх хыпасран хăраса, çаврăна-çаврăна каят, тет. СТИК. Ав... пăх хыпса ăна иле пĕлмерĕм (каким-то дураком оказался, не сумел купить). IЬ. Пăх хыпан, разиня. IЬ. Пăхна çи (тебе ничего не будет от меня, убирайся лучше). Курм. Пăх çи, пăх сохал, ларах эппин. КС. Çыпăçан çав пăх çиянпа (с говняком), мĕн пĕлет вăл! IЬ. Пăх çи эппин (ну так), мĕн макăратăн, пĕрмаях. IЬ. Пĕрре ачи ашшĕне йĕрĕнтерчĕ, тет, пасартан карттус исе пар тесе, ашшĕ: ан пăх çисам, карттус валли укçа çтан тупан, тесе ятласа тăккăрĕ, тет. N. Улмуççи кутне тухса выртрăмăр пĕр çур сехет, пăх та илтмерĕмĕр. АПП. Эпир юрланине юратмасан, хăвăр çапла юрлăр, пăх хырăм. Ст. Чек. Пăх пит, бесстыжий человек. Сред. Юм. Эс те пăх ачи çиç, çавна та тăваймастăн. Называют подростка, когда он чего-нибудь не может сделать.
(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

[poĥ]
rigardi (rigardu); helpverbo kun signifo "mallongeco aŭ provo de ago"
ача пăх — varti infanon
телевизор пăх — rigardi televidon
хурт пăх — bredi abelojn
пăхкала — rigardi (de tempo al tempo)
пăхмасăр — sen rigardi, parkere
пăхса ил — rigardeti, ĵeti rigardon
пăхса тух — trarigardi
хĕвел пăхать — la suna brilas
калаçса пăх — interparoli, provi interparoli
туса пăх — provi fari
шутласа пăх — pensi, pripensi
пăхăн — obei, subiĝi
пăхăнманлăх — sendependeco
пăхăнтар — subigi, konkeri
тĕнче уçлăхне пăхăнтар — konkreri kosmon
пăхăну — subiĝo

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

1. «смотреть», «глядеть», «рассматривать»; 2. «следить», «наблюдать»; 3. «ухаживать (за ребенком)», «смотреть за скотом»; МК, тефс. ХII-ХIII вв., уйг. бак «смотреть», «присматривать (за кем-л.)»; «пасти»; кирг., тур. бак «смотреть», «глядеть», «присматривать»; «призревать», «воспитывать», «ухаживать»; казах. бакыла «наблюдать», «следить»; багып кағ «ухаживать», «заботиться»; баг «пасти»; азерб. бах «смотреть», «присматривать»; «ухаживать (за больным)»; башк. баг «смотреть», «глядеть», «присматривать»; «гадать (на картах)»; кумык. бак «глядеть», «смотреть»; чув. пăхăн, казах., ойр., башк. багын «подчиняться», «покоряться», «быть в зависимости»; в других тюрк. яз. вместо баг употребляется кара.
«кал», «испражнения», «помёт», «навоз»; тимĕр пăхĕ «шлак», «окалина»; Замахш., АФТ, туркм., тур., кирг., казах. (Ильминский, Лаптев), к. калп., ойр., башк. бок, узб. С буг, башк. бук, алт. В, хам. пок, уйг. Син. пок и пох «кал», «помёт», «навоз»; тур. демир боку «окалина», «шлак»; ср. монг. баас(ан), бур.-монг. бааhа(н), «кал», «помёт», у Подгорбунского багхан.

Çавăн пекех пăхăр:

пăтьăрка пăтьăрка корăк пăтьăрт Пăтя « пăх » пăх-ăш-чикĕ пăх-пĕрĕх пăх-шăк пăхăн пăхăнманлăх

пăх
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150