алылмаш
попеременно, поочередно
шыв витрине алылмаш йăт — нести ведро воды то одной, то другой рукой
йăт
1.
поднимать
алă йăт — поднимать руку
йывăр йăт — поднимать тяжести
пуç йăтмасăр лар — сидеть, не поднимая головы
йăт
2.
носить, таскать
ача йăт — нести ребенка
вутă йăт — таскать дрова
йăтса ан — снести (сверху вниз), спуститься с ношей
йăтса кай — унести
йăтса кил — принести, притащить
йăтса çӳре — носить, таскать
йăтса тултар — наносить, натаскать (много)
йăт
3.
выдерживать
пăр çынна йăтакан пулнă — лед уже выдерживает человека
йăт
4.
принимать (в картах)
йăттар
понуд. от йăт
йăттарса яр — помочь поднять тяжесть
йывăр
тяжело
йывăр çăк — тяжелая ноша, большой груз
йывăр чул — увесистый камень
йывăр йăт — поднимать большие тяжести
йывăр тие — нагрузить много, тяжело
çурма йывăр виçе — спорт. полутяжелый вес
йывăрăш
2.
тяжесть и тяжести
йывăрăш йăт — поднимать тяжести
карт
карточный, картежный
карт вăййи — карточная игра
карт пар — сдавать карты
карт валеç — сдавать карты
карт йăт — принять (в карточной игре)
мекĕрлен
напрягаться
тужиться прост.
мекĕрленсе йăт — поднимать что-л. с усилием
пĕтĕм вăйран мекĕрленсе ĕçле — работать, выбиваясь из сил
мишук
разг.
мешок
мишук кăшăлĕ — мешочный обруч (надевается на мешок для удобства насыпания)
мишукпа йăт — носить что-л. в мешках
наçилкка
носилки
санитари наçилкки — санитарные носилки
тăпра наçилкки — носилки для земли
тăпрана наçилккапа йăт — таскать землю носилками
пĕчĕкшерĕн
1.
понемногу
помаленьку разг.
утта пĕчĕкшерĕн йăт — носить сено маленькими охапками
пысăккăн
крупно
помногу
в больших размерах, в большом объеме
пысăккăн тие — нагружать помногу
пысăккăн йăт — носить большими ношами
пысăккăн çĕле — шить крупными стежками
пысăккăн ярса пус — идти крупным шагом
Пĕчĕккĕн çисен тутă пулăн, пысăккăн хыпсан пырна ларĕ. — посл. Ешь понемногу — насытишься, будешь хапать помногу — подавишься. (соотв. Малое насытит, от многого вспучит).
Çын аллинчи кукăль пысăккăн курăнать. — погов. Пирог в чужих руках кажется большим.
çĕклевĕç
носилки
хăйăра çĕклевĕçпе йăт — носить песок на носилках
йăт
◊
йăтса ил — получить что-л. в большом количестве
ура
IV. (урра)
межд.
ура
ура кăшкăрса атакăна кай — с криком ура пойти в атаку
◊ ура йăт — подбрасывать вверх, качать кого-л.
йăт
син.: йыт
поднимать; нести, тащить; йăтса кĕр – внести; йăтса çитер – дотащивать; йăтса пыр – притащить; унăн арăмĕ хырăм йăтрĕ – его жена была беременна.
70 стр.
çи
(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.
ханки
подр. лаю. Яргуньк. † Ханки, ханки йăт сасси, хай теçетник килет пуль, лав черечĕ çитнĕ пуль.
ханкин
подр. лаю. Корак-к. † Ханкин, ханкин йăт вĕрет, теçетниксем килеç пуль.
харкаш
рычать друг на друга (о собаках). СПВВ. Ст. Чек. Н. Тим. Тĕкме виттĕр йăт харкашать. (Авăрлани). С. Тим. Хӳме витĕр йытă харкашат. (Сӳс авăрлани). Т. II. Загадки. Тĕкме виттĕр йытăсем харкашаççĕ. (Кĕнчеле авăрлани). Хорачка. Харкаш — икĕ йытă пĕр-пĕринпе толаччă. Б. Олг. Йытăсем толашаччĕ, харкашаччĕ (звук, когда грызутся). || Вздорить, ссориться, ругаться, спорить. Б. Олг. Мĕн харкашатăн (ссориться). СПВВ. ИФ. Харкашас — хирĕç пăхăнмасăр тавăрса калас. Юрк. Килте пурăннă чухне куллен хваттир майрипе йытă пек харкашатăп. Ст. Чек. Харкашас — вăрçас. Хорачка. Мĕн харкашас, харкашмалли çок (незачем спорить).
хупăлча
хопăлча, крышка. Сĕт-к. Ан йăт ченĕке: хопăлчине ӳкерĕн. Торп-к. Пике хурăн тăрăнче юрласа ларать, тет: сар ука пак çӳçĕме, хупăлча пак питĕме хурăн сарри çапăрĕ, тесе.
кутамкка
котамкка (кудамкка, кодамкка), котомка. N. Халăх çăварни чупнă чух, кутамккуна йăт та тух та ут. СПВВ. Х. Кутамкка = котомка. Сред. Юм. Котамкка. Тюрл. Котамкка тăвас = крак-крак тăвас. Ib. Кил, котамкка тăвам! [В Сред. Юм. — çĕклесе çӳрем (на спине)]. V. S. Кутамкка çакки — лямка котомки. || Так называют неудачную жену. Орау. Йăт та çӳре кутамккăна! Килсе ерчĕ те, ниçта чикме те çук! Пуçа хыçсах усрас пулать!
кăвапа
(кы̆ваба), пуп, пупок. Макка 212. Вăл (бабка) йăра, ачине çуратсан, тирпейлет; тутăрпа чăрканă чухне ачин кăвапине шăлĕпе çыртса, шатăртаттарса татса илет; унтан вара ачи енелле пăхать те, ун çине сурса, калать: çапла ятлă пултăр, тет. Шел. 22. Улăхсенче утисем кăвапаран (по пуп) ӳсетчĕç. N. Ачи кăвапипе явăннă, пăвăннă, чăрканнă (при родах). Ст. Чек. Çыннăн чунĕ кăвапара. Анне пирĕн ача тăвакан арăм патне кайнă. Арăмăн ачи виле çуралнă. Анне калат: ан йĕрĕр-ха, тет; турă çырнă пулсан, сывлăш кĕрĕ-ха ăна, тет. Вара, — ачанăн кĕпи пулат вĕт-ха ак, ача кăвапи унтан тытăнат, çавăнта кĕпипе ача хушшинче кăвапара темĕскер пăрçа пек калла-малла çӳрет. Анне çав пăрçа пеккине ача ăш енне аллипе пусса сăтăрса ярат та, ача кăшкăрса та ярат; ачи халĕ те пусан пурăнат. Ib. Ача çумне пĕр шит ытларах хăвараççĕ (кăвапине), вĕçне çиппе çыхаççĕ. Кĕске кассан ача çумне, ача час-час тăракан пулат, тет. Хĕрарăм çумĕнчен кăвапи ӳкет, ăна кункăра айне тăваççĕ: лайăх пултăр; ĕмĕрлĕ пултăр, тесе, лартаççĕ, йăт-качка çийесрен. Ib Тум хайар = ăш чирĕ, кăвапана пăрса ыраттарат. Ир. сывл. 25. Кунта халь çĕршывăн тереклĕ ăс-пуçĕ, тĕнче кăвапи. || Ямочка иа печеве. Менча Ч. Варрине (т. е. хăпарту варрине) пĕр чĕрĕ çăмарта кӳртсе лартаççĕ те, ăна кавапа теççĕ. Апат çисе тăрансассăн, çăмарта хупписене, хăпарту сăмсине, кăвапине çав куннех ака кăларнă ана çине кайса çĕре алтса хураççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу (жертв.) варрĕне (так!) йĕтĕр пуçĕпе пусса тутаратчĕç, ăна «кăвапи» тетчĕç. См. кăлапа.
шуçтăрки
неизв. сл. Кив Атикасси. Шуçтăрки та куçтăрки, вăл мĕн сасси?— Йăт сасси...
путьлă
путный, приличный, порядочный. Якейк. Эс те путьлă çын полсан, ман сăмса йăт котне (вар. ман сăмсана йăт çитăр). Ib. Паян пасар путьлах полмаþ. Ib. Эп онпа путьлă (путьлах) калаçимарăм. См. путлĕ.
ар-çури
ар-çори, ар-çурри, ар-çӳри (арз’удиы, арз’оϱиы, арз’уϱϱиы, арз’ӳри). i. e. quasi vir? Cf. ама çурри. Ita appellator daemonum silvestrium genus, capite permagno, oculis vero minutissimis, ut qui grani millii magnitudinem non excedant, qui viatores per silvosa loca iter facientes insectari creduntur identidem ciamantes, ut denticulos suos sibi comedendos praebeant; quos consecuti titillando interimere, dentesque eorum evulsos avidissime devorare dicuntur. Ex hominibus sepulcro carentibus fieri atque in varias formas transfigurari posse putantur. Ignem, aquam, salem, canem reformidare dicuntur. Quibusdam locis quasi in deorum numero habentur, sacrificiisque modicis honorantur. De his narrantur fabulae permultae, quas omnes hoc quidem loco recensere a proposito nostro alienum est. Alii (хиртисем) feminam esse volunt mammosam, inusitata magnitudine, quae ostendens genitalia cum risu impudentissimo viatores ad se vocare soleat; alii, omissa impudentia, pueros ab ea duos dorso portari dicunt, qui mammas eius ad tergum reiectas sugant. V. Paasonen H. Csuvas Szójegyzе́k, 51., Mе́szaros Gyula, A csuvas ӧsvallás emlе́kei, 51, 52 || Название лесного духа. Рекеев. У чуваш есть предание, что в старину в лесах жили арçурри — род обезьян, которые старались встретиться в лесу с человеком. Они очень любили полакомиться человеческими зубами, для чего щекотали человека, вырывали у него все зубы и глотали (их?). Арçурри отыскивал человека ло голосу, обманно отвечая на крик человека. Арçурри очень боялся рек, ключей и вообще воды. Приближаясь к человеку, он спрашивал: „Шыв вирелле каятна, шыв юхалла каят-на?“ (ты идешь против течения или по течению?). На что догадливые чуваши отвечали: „Юхалла, юхалла (по течению), чем и спасались от арçурри. Дело в том, что говорить: „шыв вирелле“ (против течения) нельзя было, потому что арçурри живо обежит исток или начало ключа или речёнки и живо явится к человеку; а если ответить ему: „шыв юхалла“, то он знает, что устье реки обойти невозможно, и оставляет человека в покое.“ || Говорят, что в прежнее время был обычай уводить в лес и умерщвлять больных, старых и увечных; души их, бродившие с криком по лесу, назывались ар-çури. || Якей. „Арçури — души убитых и не получивших напутствия (кĕл тутармасăр çапса пăрахнă çынсен чонĕсем). Шорк. Ар-çори — дух, обитающий в лесу; его можно видеть в разных видах. Он очень громко кричит, и если человек заплутается в лесу, то ар-çори откликается на его крик, сам зовет (его) и таким ооразом завлекает в самую глубь леса; иногда же сам гонится за человеком, зовет его по имени и хохочет. Избавиться от него можно крестом, вырезанным из земли. Ст. Чек. Арçури принимает разные формы, знает имя человека, щекочет его, и человек умирает. Нюш-к. Хĕр ача тăвса вăрмана кайса пăрахса витмесĕр хăварсан ултав ачи арçури пулать. Если девушка родит ребенка и бросит его в лесу, не прикрывши (землею?) то пригулыш обращается в арçури. V. Магн. 194. Ib. Çын шăмми те тăпра айне кĕмесен арçури пулать. Также если кости человека не будут зарыты в землю, то они обращаются в арçури. Ib. Арçури шăмă хышлакан кайăкран тарса çӳрет. Арçури убегает от зверя, который гложет кости. С. Хочашево. Арçорри тона-шăннинчен полать. Арçорри происходит из берцовой кости. Собран. Арçури вăл качча кайман хĕртен çуралнă, тет. Ăна çав хĕр çуратсанах сĕм вăрмана кайса пăрахнă, тет. Вăл вара ӳсе-ӳсе питĕ пысăк çын пулса виçĕ юман тăррине улăхса ларнă, тет. Унăн сăнĕ тĕм-хура, çӳçĕ вăрăм, тăват куçлă, тет; куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта, тет. Виçĕ алăллă, виçĕ ураллă, тет. Çав ар-çури вăрманта хăй патĕнчен çын иртсе каякана çынăн ячĕпех кăшкăрат, тет; çынни те ăна хирĕç кăшкăрсан ун патне вăрмана шатăртаттарса пырат, тет те, тытса çисе ярат, тет. Говорят, что арçури родился от (незамужней) девушки. Мать, родив его, тотчас же отнесла новорожденного в дремучий лес и там его забросила. После этого он стал рости, и наконец обратился в огромного человека и засел на вершинах трех дубов. У ар-çури совсем черное лицо, длинные волосы и четыре глаза: два спереди и два сзади. У него три руки и три ноги. Человека, который проходит лесом мимо него, он кличет по имени, и если тот откликнется на зов, то арçури подбегает к нему, поднимая треск по лесу, схватывает его и съедает. Чуратч. Ц. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр ачасем арçын-ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулать. Хĕр ача çуратсан, çынсенчен намăс тесе, час-часах ачине вĕлерсе, çынсем сисеччен, пĕр-пĕр çырмана пăрахаççĕ. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ. Çавăнпа вара: тăпра сапманшăн, кĕлтумасăр вилнĕшĕн, тата хăй ачине хăй вĕлернĕшĕн, çав ача вăрмана кайса арçӳри пулат. Хăйне пăрахнă кун çав арçӳри кăçкăрса çӳрет, тет. Ар-çӳри живет в лесу. В арçӳри обращается ребенок, который родится в том случае, если девушки играют с юношами. Когда девушка родит, то, из стыда перед другими, часто убивает ребенка и бросает его тайком куда-нибудь в овраг. Второпях девушки (оставляют ребенка), не бросив на него ни одной порошинки земли: Поэтому ребенок, так как его не посыпали землею и не отпели, и так как мать убила свое родное дитя, уходит в лес и обращается в ар-çӳри. Говорят, что в тот день, в который его бросили, ар-çӳри ходит и кричит. СТИК. Чăвашсем каланă тăрăх (руссицизм) арçурри çынна питĕ кăтăклат: хăй ахăлтатат, хăй кăтăклат. Арçуррие вĕлерсен ун пĕр тумлам юнĕнчен тата арçурри пулса тăрат. Арçурри вăрманта пурăнат. Пĕрре пĕр çын арçуррие каçпа уйăх çутипе вăрман тăрринче çăпата туса ларнине курнă. Ун аллинче пĕр турат, тет, шĕшлĕ вырăнне. По словам чуваш, арçурри щекочет людей: сам хохочет, а сам щекочет. Если убить арçурри, то из каждой капли его крови нарождается новый. Арçурри живет в лесу. Однажды один человек видел вечером, при свете месяца, как арçурри сидел на дереве и плел лапти. В руке у него был, вместо кочедыка, сучек. Собран. Тата пысăк вăрмансенче ар-çурри пур, теççĕ. Вăл тĕклĕ, тет. Унăн пуçĕ пысăк, теççĕ, куçĕ вир пĕрчи пек кăна, теççĕ. Вăл çынна курсан: „Катьтя пар!“ тесе чупат, теççĕ. Вăл вăрманпа тан, тет. Еще говорят, что в больших лесах есть арçурри. Он покрыт шерстью. Голова у него большая, а глаза лишь с просяное зернышко. Говорят, что если он завидит человека, то бежит к нему и кричит: „Дай мне твои зубки!“ По своему росту он, будто бы, ровен с лесом. Арçури вăл вăрманта пурăнать тата вахăчĕ-вăхăчĕпе вăл лупашкара пурăнать. Вăл этем е пĕччен çĕрте пит аптăратать, вăл йытăран пит хăрать. Ăна йытăпа хăвалаттарсан вăл çине (i. е. çынне?) пит йăлăнса чарма хушать. Арçури живёт в лесу, а иногда и в овраге. Он очень одолевает человека, когда последний один, но очень боится собаки. Если станешь травить его собакой, то он начинает умолять человека, чтобы тот отозвал (унял) собаку назад. Якей. Ар-çури вăл хĕсепсĕр вилнĕ çынсенчен полать; вăсам вăрманта порнаççĕ. Вăрманăн тăват кĕтессинчен тăваттăн тохса кăçкăрса пĕр çĕре похăнаççĕ. Вăсам „онта кама, хăçан, хăш вырăнта хăратмаллине шотлаççĕ. Арçури çынна вĕлермест, анчах хытă хăратать. Люди, умершие неестественною (чувашин перевел: „ненормальною“) смертью обращаются в арçури; они живут в лесу. Четверо их выходят из чеырех углов леса и с криком сходятся на одном месте. Там они совещаются о том, кого, когда и в каком месте пугать. Арçури не убивает человека, а только очень пугает. Шерче-к. Арчури (ita tribus locis scr.) вăл питĕ хăратакан япала. Вăл усал сывлăш. Вăл сарăмсăр вăрманта пачăшка умăнче çылăхине каçарттармасăр, турă юнне сыпмасăр вилнĕ çынтан пулать, теççĕ. Тата калаççĕ: мĕлле майпа вилнĕ, çавăн пек курăнса хăратать, теççĕ: хĕлле сивĕпе шăнса вилнисем çулла та кĕрĕкпе... (hic non lrgitur) çунапа çӳреççĕ, теççĕ; йăвăç айне пулса вилни пĕрех-маях кăçкăрать, теççĕ; йăвăç каснă чух йăвăç çинчен ӳксе вилни йăвăçсене касса, çĕмĕрсе çӳрет теççĕ. Тата хăш-хăшĕ иртсе пыракан çын ятне каласа хыçран чупать, теççĕ. Ар-çури очень пугает людей. Он — злой дух. Говорят, что он происходит из человека, неожиданно погибшего в лесу, без покаяния и причащения. Говорят еще, что он появляется и пугает людей в том самом виде, в каком погиб: те, которые замерзли зимою, ездят и летом в шубе... и на санях; тот, кого задавило деревом, все время кричит; тот, кто, во время рубки, упал с дерева и разбился на смерть, рубит и ломает деревья. Некоторые бегут за прохожими и кличут их по имени. Ib. Çавăн пек виçĕ-тăватă хут тăварса ячĕ ман лашана арчури. Вара эпĕ шукăшласа илтĕм те ĕлĕкхи аслаттесен сăмахисене, кӳлтĕм лашана сулахая, вара киле тул çутăлнă çĕре лăп çитрĕм. Таким образом ар-çури распрягал у меня лошадь раза четыре. Тогда я вспомнил старинные дедовские рассказы, запряг лошадь на левую сторону, и к рассвету доехал до дома. ЩС. Хĕрсем, арăмсем хăйсен ачисене вĕлерсе упашкана пăрахсассăн вăсем ар çӳри пулаççĕ, тет. Если женщина или девушка убьет своего ребенка и забросит его в овраг, то он обращается в ар-çӳри. Собран. 195°. Ар-çури вăрманта пурăнать, теççĕ. Вăл арçури хĕр ача çуратса пăрахнăстерĕнчен (i. q. пăрахнăскерĕнчен) пулать, теççĕ. Вăрманта арçури кăчкăрнипе илтсессĕн хирĕç кăчкăрма юрамаçть: хирĕç кăчкăрсассăн килсе çисе ярать. Кăчкăрсассăн та тăват-пиллĕк хуччен кăчкăрас пулать, вара ар-çури: „Этем ывăлĕ-хĕрĕ мăшкăлать“, тесе пымаçть, теççĕ. Ар-çури живет в лесу. Говорят, что в ар-çури превращается ребенок, рожденный и брошенный девушкою. Если услышишь в лесу крик ар-çури, то на него нельзя откликаться, иначе он подойдет и съест. Если же откликнешься, то надо сделать это четыре или пять раз; тогда ар-çури скажет: „Это люди передразнивают меня“, и не подойдет. Собран. З77. Ар-çурие шыва май тесен пырат, тет, шыва хирĕç, тесен тарат, тет. Говорят, что если ответишь арçури: „По течению“, то он подойдет, а если скажешь: „Против течения“, то он убежит. (Это неверно, см. выше). Ямбулат. Вăл тата йытăран, вут-кăвартан, тăвартан питĕ хăрать, теççĕ. Говорят, что он (ар-çури) очень боится собак, огня и соли. Перв. Тувси. Арçури кӳлнĕ лашана тăварса ярать, теççĕ. Говорят, что ар-çури распрягает у проезжего запряженную лошадь. Ib. Чăвашсем: ар-çури çыпăçсан çăкăр татăки ун енелле утас (= ывăтас) пулать, теççĕ. Чуваши говорят, что если привяжется (на дороге) ар-çури, то надо бросить в него („в его сторону“) куском хлеба. N. Тăпра çын çине лекмесен ар-çури (scr. ара çури) полать. Если на умершего не попадет земли, он обращается в ар-çури. Сред. Юм. Ар-çӳрин тõмтир пõлать, тет; çав тõмтире тõпса тăхăнсан çынна никам та кõраймас, тет, õ вара таçта япала кĕрсе илме те пõлтарать, тет, пĕр пус õкçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă (i. q. чĕртнĕ), тет те, çывăрма выртнă, тет. Хăй выртнă чõхне пĕр ар-çӳри пычĕ, тет, ăшăнма, тõмтирне астумасăр хăварнă, тет. Кõ çын çав тõмтире тăхăнса темле макаçăнсĕнчен кĕрсе тавар илсе тõхса тем пик пуйса кайнă, тет. Тулккĕ (тул’к’к’э̆) хывса пăрахма йорамас, тет, õ тõмтире. Çав çын пĕре хõларан таврăннă чõхне пит ăшă пõлса õрапа çине хывса хõнă, тет те, çавра çил пычĕ, тет, вĕçтерсе те, ар-çӳри тõмтирне вĕçтерерчĕ кайрĕ, тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топаймас, тет, çав тõмтире. Говорят, что ар-çӳри носит одежду, и если кто-нибудь найдет ее и наденет на себя, то сделается для всех невидимым и тогда может всюду входить и брать товар, не заплатив за него ни копейки. Рассказывают, что однажды один человек разложил костер и лег спать. Пока он спал, к огню подошел погреться ар-çӳри, и ушел, позабыв у костра свою одежду. После этого тот человек заходил в самые лучшие магазины, забирал там товары и страшно разботател. Только, говорят, эту одежду снимать нельзя. Однажды, когда этот человек возвращался из города, было очень жарко, и он снял с себя одежду, оставленную ему арçӳри и положил на телегу. Вдруг поднялся вихрь и унес одежду. С тех пор, говорят, никто не может ее найти. Ib. Ар-çӳри çапăннă. Ар-çӳри çапăнса çынна чирлеттерет, тет. Леший натолкнулся. Говорят, что если на человека натолкнется леший, то человек захворает. V. Магн. 247, 112. С. Богатыр., Ядр. Пошăт каснă чох çак çынсен çывăхĕнчех ар-çори кăшкăрма поçларĕ, тет. Кăшкăрать, тет, хăй этем пек, анчах темиçе тĕслĕ саспа та, тет. Когда они рубили лыки, совсем близко от них стал кричать ар-çори. Он, будто бы, кричит по-человечьи, но на разные голоса. Ib. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Пер вăрмана çитсен каç полчĕ, тет. Пĕр çырма патне çитсен лаша омĕнче арçори шори! кăшкăрса ячĕ, тет те, лаша топах тăчĕ, тет, нимскер тусан та каймасть, тет, малалла. „Чим-ха, эпĕ илтнĕччĕ мĕн тумаллине“, тесе каларĕ, тет, çын. Вара йоман патак касрĕ, тет те, ăна çорса çурăкне савăл çапса лартрĕ, тет. Вара арçори: „Ай-ай, ай-ай!“ тесе кăшкăрма поçларĕ, тет. Унтан вара çын савăлне кăларчĕ, тет те, арçори тарчĕ, тет. Как-то раз один человек поехал в Чебоксары продавать хлеб. Доехал он до леса, и наступил вечер. На краю одного оврага вдруг впереди лошади раздался пронзительный крик арçори. Лошадь остановилась, как вкопанная, и ни за что не хотела итти вперед. „Постой-ка!“ сказал человек: „я слышал, что тут надо сделать!“ Он вырубил дубовую палку, расщепнул ее (с конца) и забил в расщеп клин. Как только он это сделал, арçори закричал: „Ай-ай! ай-ай!“ Тогда человек вынул клин, и арçури обратился в бегство. Панклеи. Ар-çури вăл вăрманта çапса пăрахнă çынсанчен полать, тет. Говорят что в „арçури“ обращаются люди, убитые в лесу. Хорачк. Арз’уϱи вы̆л п̚олны̆ без время (siс!) вилнэ̆ с̚ын. Арз’уϱиы полза. С’олда лы̆кра хы̆н’џа вилнэ̆ ҕон т̚оҕат. Арçури — человек, умерший безвременно (т. е. неестеств. смертью). Он обратился в арçури. Ежегодно, в день своей смерти, он показывается (на свет божий). — У М. Ваçильева ар-çури указывается в числе божеств 7-го разряда. || Convicium est in puellam non satis verecundam. Переносно „ар-çури“ означает женщину, похожую в своем поведении на мужчину, нескромную. Череп. Ку хĕр чисти ар-çурри! Эта девка большая безобразница! (ведет себя без скромности, свойственной ее полу). СТИК. Ахтар! арçурри-ĕçке çав! Ах, какая безобразница! || Сред. Юм. Ар-çӳри пик çõхрать. Кричит как „арçӳри“. Так говорят о том, кто очень кричит (пит çõхракан çынна калаççĕ). Абыз. Ар-çури пек сиккелесе çӳрет. Прыгает, как ар-çури (говорят об отчаянном. Çĕн-Кипек. „Вăл (хĕр-ача) арçури пек (арçын ача пек), тĕр тума та пĕлмеçть.“ Она (девушка), как ар-çури (как парень), и вышивать-то не умет. Некоторые говорят, что ар-çури — женщина, высокая, с большими грудями, с волосами до земли. Cf. Paasonen, Csuvas Szójegyzе́k, 5. Ст. Чек. Пăхрăм çул çине. Темĕскер çӳлĕ те хулăн çул çинче тăрат. Хĕр-арăм евĕрлĕ, пĕвĕ ман икĕ пӳ чухлĕ, хыçĕпе ман енелле тăрат, çӳçĕ ура тупанĕ таранчченех. Эпĕ вăл тăнă тĕле çитесси пĕр вунă хăлаçа яхăн юлса чарăнтăм. Мана хай япала ятпа чĕне пуçларĕ. Сасси хăйин ман салтакра вилнĕ юлташ сасси пек. Эпĕ чĕнмерĕм. Виçĕ хуччен чĕнчĕ. Унтан ман еннелле çаврăнчĕ те, ман патмалла ута пуçларĕ. Чĕччисем пăтавкка пек. Эпĕ турра асăнтăм та, виçĕ хут сăх-сăхрăм та яра патăм патакпа. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăват; йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала йывăçсене хирсе вăрман ăшне кĕрсе карĕ. Нумайччен шăттăр-шаттăр, шăттар-паттăр туни илтĕнчĕ. Эпĕ турра сăх-сăхрам та, виçĕ çухрăм вăрмантан тухачченех чупрăм. Хам курнинчен хам тĕлĕнетĕп. Çав арçури мар-им ĕнтĕ? Я посмотрел на дорогу. На дороге стояло что-то высокое и толстое. [Это существо] было похоже на женщину; ростом оно было выше меня вдвое; оно стояло ко мне спиною, и его волосы доходили до пят („до подошв“). Когда между мною и им оставалось около десяти сажен, я остановился. Существо стало звать меня по имени. Голос его был похож на голос моего товарища, умершего в солдатах. Я молчал. Оно назвало меня трижды. Потом (женщина) обернулась ко мне (лицом) и пошла ко мне. Груди у нее с пуловку (малёнку). Я помянул имя божие, перекрестился трижды, да как швырну палкой. Лес затрещал, деревья стали ломаться и падать. Существо скрылось в лесу, ломая (на пути) деревья. Долго слышен был треск по лесу. Я перекрестился и пустился бежать. Бежал я З версты, до тех пор, пока не выбежал из леса. Я и сам дивлюсь тому, что мне (пришлось) увидеть. Неужели это не ар-çури? Ib. Пĕр çын вăрмана лашине кайса янă, тет. Вăрманта çиме пит аван пулнă, тет. Çын килелле кайсанах вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса кустарса çӳренĕ, тет. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет. Хырăмĕ çатан (или: кĕççĕ) пек пĕрĕннĕ, тет. Çын тепĕр кунта çавăнтах кайса янă, тет, анчах хăй вăрман (йывăç) айне выртса лапшне куçласа тăнă, тет. Пычĕ, тет, лаша патне арçури. Утланчĕ, тет те, лаша çине, ну кустарса çӳрет, тет. Çын лашине вăрмана хăварса киле тавăрăнчĕ, тет те, ват çынсене каласа пачĕ, тет. Ват çынсем ăна лашин утланакан вырăнне сăмалапа сĕрсе яма шухăш пачĕç, тет. Тепĕр кун çын лашин утланакан çĕрне сăмалапа сĕрсе ярат. Арçури малтанхи пекех лаша çине утланчĕ, тет те, кустарса çӳрерĕ, тет. Каç пулсан арçури лаша çинчен анма пикенчĕ, тет, анчах кучĕ çыпăçса кайнă, тет. Лаша килелле ута пуçларĕ, тет. Хире тухрĕç, тет. Арçури çул тăрăх: „Хире тухсан хир кулли, яла кĕрсен ял кулли!“ тесе макăрат, тет. Арçури макăрнине итлеме пĕтĕм ял пухăнчĕ, тет. Лаша хуçи, лаши карташне кĕрсен, арçурие лаша çурăмĕ çинчен антарчĕ, тет те, хӳринчен тытса тикĕтленĕ пушăпа кутĕнчен: „Ан утлан! ан утлан ӳлĕмрен лаша çине!“ тесе каласа, çаптарчĕ, тет. Арçури çавăнтан вара лаша çине утлану пулмарĕ, тет. Один человек пустил в лес лошадь. Корм в лесу был хороший. Как только человек ушел домой, из леса вышла арçури, села на лошадь и пустилась на ней скакать. Вечером лошадь пришла домой вес в поту. Брюхо у нее до того сморщилось, что стало похоже на плетенку (или: на войлок). На другой день человек пустил лошадь туда же, но только сам лег под деревом и смотрел за лошадью. Пришла к лошади арçури, села на нее верхом, и ну скакать. Человек оставил лошадь в лесу, воротился домой и рассказал (о случившемся) старикам. Старики научили его намазать то место у лошади, где садятся верхом, смолою. На другой день он так и сделал. Арçури попрежнему села верхом на лошадь и пустилась скакать. Когда наступил вечер, арçури стала слезать с лошада, [но не могла], потому что задница пристала к лошади. Лошадь пошла домой. Выехали в поле. Арçури едет и плачет: „В поле выехала — посмешище полю, в деревню въеду — посмешище деревне!“ Вьехали в деревню. Арçури и здесь плачет и приговаривает: „В поле выехала посмешище полю, в деревню въехала посмешище деревне!“ Вся деревня собралась послушать, как плачет арçури. Когда лошадь вошла во двор, хозяин ее стащил арçури с лошади, схватил за хвост, взял намазанный дегтем кнут и давай пороть! Сам порет, а сам приговаривает: „Вперед не езди верхом! Вперед не езди верхом!“ С этой поры ар-çури перестала садиться верхом на лошадей. Ст. Чек. Арçурри чĕччисем мишук пек вăрăм, тет, çӳçĕ ура тупанĕнченех, тет. Чупса кайнă чухне ланк, ланк, ланк, ланк (scr. ланк, ланк, ланк, ланк) туса пырат, тет. Йăт-качăкаран, пушăран арçурри вăл хăрат, тет; пĕрре хĕнесе е касса тумлаттарнă тумлам юнĕнчен темĕн чухлĕ пулать, тет. Ята пĕлет. Шыва хирĕç çын патне пымас, шыва май пусан (= пулсан) час çитет. Çынна тытсан кăтăкласа вĕлерет те, шăлĕ малтине (Iеgе: малти шăлĕсене) кăларса илет. — Шыва хирĕç-и, шыва май-и? — Шыва хирĕç, шыва хирĕç! Груди у ар-çурри длинные, как мешки, а волосы до подошв. Когда она бежит, то груди так и болтаются. Ар-çурри боитоя собак и кнута; если ее прибить или порезать, так чтобы капнула капля крови, то, говорят, из одной капли сделается несметное множество (ар çурри). Она знает имя (человека). Она не подходит к человеку против течения, а если случится по течению, то настигает его очень скоро. Поймав человека, она щекочет его до тех пор, пока тот не умрет, и вынимает у него передние зубы. [Арçурри спрашивает:] „Против воды или по воде?“ [Человек должен отвечать:] “Против воды, против воды!“ Ib. Каттине пар! Дай зубки! [говорит ар-çурри]. Ib. Çăмкка! йăтту пур-и? пушу пур-и? — Пур, пур! Кил-ха кунта, ак парса ярап! Семён! есть у тебя собака и кнуг? — Есть, есть! Иде-ка сюда, я вот тебе дам!
ман
склоняемая основа от эпĕ (= тюрк. мен, я). Çĕнтерчĕ 14. Праççи манпала пит усал. Сред. Юм. Манра çыннăн мĕн ĕç пôр. Какое дело другим до меня? Ib. Ман çыннăннинче мĕн ĕç пор? Какое мне дело до чужого? Юрк. Манран сире пысăк салам (поклон, привет). Ст. Чек. Ман çакăнтан (вот тут) ыратат. Эльбарус. Охмаххи калать: манран чăтса полаймаçт (я не могу терпеть), тет. Сред. Юм. Маншĕн полсан, ик тĕнче пĕр. Для меня всё равно. Ib. Ман хăраххăм — подобный мне („но при этом эту личность, про которою говорят, не ставят на ряду с собою, а гораздо ниже“) || Мой. СТИК. Эпĕ ăна унтан вара та куртăм. Пĕрре çапла пытăм та, калаçса ларатпăр; вăл кулкаласа кăна у(т)каласа çӳрет. Вăл ун чухне пĕлмен-ха мĕн пулнине. Унтан, сăмах хушшинчен: Хветĕр, санăн юратнă хĕрĕ тепĕр çынна карĕ вĕт! терĕм те, ман çын салхуланчĕ карĕ. („Словосочетание „ман çын“ употребляется для выражения жалости: „ман çын шурчĕ карĕ“, однако „ман çын печĕ çитрĕ“ — не скажут“). Регули 920. Ман утсам килчĕç. Манăн та (мансам та) килчĕç. Юрк. Ман шухăшăмпа кам килĕшет? Кто согласен с моим. Предложением? Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. не сделать тебе во век)! Ст. Чек. Ман хăлха клухуй! („укор и самохвальство“).
Мелник
(мэл’н’ик, мэл’н’ик’), мельник. Изамб. Т. Сред. Юм. Сорм-Вар. † Тутар мулне тур куртăр, мелник хĕрне, йăт çитăр!
йăт
(jы̆т), поднимать, носить, таскать, положить на себя и нести. ЙӨН. Таканапа шу йăтаççĕ, витре ăшĕнче пуç çăваççĕ. СЧЧ. Мирон пичче хай йĕрĕх пĕрнине илчĕ те, пахчаналла йăтса кайрĕ (понес). Ч.С. Çынсем хăшĕ чĕрес, витре, касмăк çĕкленĕ те, шыв йăтаççĕ (таскают воду). Ала 55. Йăтсан-йăтсан, манăн кĕлетре нимĕн те юлмаþ (я перетаскал все). Орау. Ула-кураксам йăва çавăрма хулăсам йăтаççĕ. Вороны таскают прутья для гнезда. N. Анна вут йăтма кайнă. Анна пошла таскать дрова. N. Ачана йăтнă ― пырать. Несет ребенка. М. Кукшум. Пирĕн те вут йăтас, çын янтипех ăшăнса выртас мар пăрмаях. Шимер-Пось. Вĕсем ахаль пыман-мĕн, çăварĕсемпе пылчăк йăтса пынă (таскали во рту грязь). Упа. Çак упа тус пирĕн пуçне йăтса пăхать (поднимает голову) ― хыр йăвăсĕ çинче вĕлле çакăнса тăра парать. Якейк. Йăтиман нумай йăтнă, тет. (Послов.). Курм. Вăл кĕнекесене пасарта, тата ялсенче йăтса çӳресе сутать-чĕç. N. Ĕлкĕрмен-и-хă? ― Ĕлкĕрнĕ; йăтса кĕреп ĕнтĕ. Разве не готово? ― Готово, сейчас внесу. Сюгал-Яуш. Вара пулăсене йăтрăм та (положил на себя), киле кайрăм. N. Йăтса пыр, нести, тащить. N. Йăтса çитер, донести куда. Орау. Хăшĕ хĕрне йăтса çӳременни анчах. Иная готова дочь свою носить на руках, т. е. очень балует ее. Чаду-к. Кайран вара саккăрăн яла йăтса хăпарчĕç. Çĕнтерчĕ 29. Тулла шăтăка йăтса пăрах. Сл. Кузьм. 66. Вăл тинĕс хĕрринчен темĕн тĕрлĕ чăнкă ту çине михĕпе тулă йăтнă (таскал мешки с пшеницей). Взять что-либо, чаще ― тяжелое. Альш. Аслă ывăлĕ хăйрине (точило) йăтать, тет те, каять, тĕт, çӳреме. Шурăм-п. № 16. Хыйă йăтнă. Взяли лучину (лучинки) в руки. Ала 26. Мĕн тума (к чему) ун чухлĕ сухари йăтăрăн? (взял с собою). Шибач. Хоçи сенкĕ йăтрĕ (взял) те, чопрĕ хытă çав ачасам патне. || Добыть в изобилии. Якейк. Апи ĕнтĕ кăçал хăяр йăтса илĕ! [у тебя (говорит матери) нынче будет много огурцов]. ― Йăтса илес çок эп, лартмастăп та. Янтик. Ну, йăтрăмăр пулла. Ну, и наловили мы рыбы! (т. е. поймали много рыбы). || Выдерживать. Орау. Пăр хулăм шăннă ĕнтĕ, лашана та йăтать (выдерживает лошадь). Ч.П. Пилеш пиçсе çитнĕ чух, аври йăтса лараймасть. || Принимать (в картах). N. Йăтрăм. Я принял. || Обрушить. Срв. и ш. N. Уç! Уçмасан, йăтса антарап, тет. Он говорит: «Отвори, а то я разрушу (избу)» Синерь. Тапратрĕç, тет, вăрçма кашкăрпа вуникĕ мăйракалли вите (sic!) йăтса антарас пек. Чорт и волк принялись драться так, что казалось, что они обрушат конюшню.
йăттар
понуд. ф. от йăт. N. Ача хăйне алăра çĕклеттерсе (йăттарса, тытса) çӳреттересшĕн. Ребенок хочет, чтобы его (всё) носили на руках. || Заказать доставить во множестве, в изобилии. Кан. 1928 № 239. Правлени пĕр ырă вăхăтра... тĕкĕрсем, туххи, пăрăç йăттарса килет.
йăт
собака. См. йыт, йытă, йăтă.
йăт пăхĕнчен те çăмăл
это выражение указ. на легкость выполнения работы. Городище. Пĕр сарăм авăн çапасси йăт пăхĕнчен те çăмăл.
йăт-çырли
«назв. травы красного цвета; по очертаниям похожа на семя свербиги, рябоватая». Ст. Чек. Йăт-çырли, 1) то же, что йăт çĕмĕртĕ; 2) какое-то травянистое растение.
йăт тăриччен
спозаранок. Якейк. Йăт тăриччен çак аная пĕтерме па-ар! Ib. Эп йăт тăриччен вăл масмака туса прахăп. Ib. Йăт тăриччен ут тытса килч. Ib. Йăт тăриччен пасара кайса килтĕм. Ib. Йăт тариччен вот çонтарса кăлартăм (истопила печь).
йăт чĕччи
употребл. в след. выраж. N. Çĕмĕрт йăт-чĕччи полса пĕтнĕ. Ягоды черемухи вытянулись от утренников в какие-то мешочки.
йăтă
(jы̆ды̆), собака. См. йыт, йытă. КАЯ. Орау. Йăтă шăмă йăтса килчĕ. Собака притащила кость. Якейк. Йăтă çиман патак кăтартăп эп сана. Я изобью тебя, как Сидорову козу. А. П. Прокоп. † Ай-хай, йăтă-йĕкĕт илĕртеççĕ хĕрсене! Ст. Чек. Йăттăнне илĕ туртса: чикарккă, тесен! Орл. II. 239. Хура йăтти çакăнса тăрат, хĕрлĕ йăтти ăнах вĕрет. (Вутпа хуран). Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. никогда тебе не сделать). Ib. Эс те лаша илсен, ман сăмса йăт котне! Лашман. † Арман хыçне вир акрăм, çерçи йăтти (жадный воробей) вĕренчĕ. Ст. Ганьк. Çав Иван йăттиех хытланнă пуль-ха кăна та. Наверно, это сделал тот же негодяй Иван. Якейк. Санашкал пуçа йăтта персен (если бы я решился быть таким же бессовестным, как ты), эп те топмалах (= тупмаллах) та, ман тольккă апла тăвас килмеçт. Çĕнтерчĕ 20. Икĕ алла йăтта касса парам ― пĕтет! Я готов отдать руку на отсечение («руки псу»), если он не погибнет! Ib. 22. Ахаль каламан: йăтти, мăнтăрлансан, хуçине тапăнать, тесе. Ст. Чек. Лашсене йăтă пек туса килчĕ. Измучил лошадей донельзя («как собак»). N. Йăтă çăварĕнчи шăмма илеймĕн, тиççĕ. (Послов.). N. Эпĕ корнă хурлăха ялти хора йăтă та корман поль? Ст. Чек. Йăта йĕрет (скулит). || Лицо, играющее роль собаки (в игре). N. Йăтта юлни ăрамăн пĕр хĕрĕнчеп тепĕр хĕрне çитиччен хăвалама тытăнат.
йĕт
(jэ̆т), то же, что йăт, нести и пр. Пшкрт. Пĕр мешек тырă йĕтсе карă. || Сокрушить. V. S. См. йăт.
качать
глаг. несов.
1. кого-что сулла, силле, сиктер, чӳхентер; качать колыбель сăпка сиктер; качать на качелях чуччу ярăнтар; волны качают лодку хумсем кимме чӳхентереççĕ
2. кого (син. подбрасывать) çĕкле, урра йăт (саламласа)
3. что уçла; качать воду насосом шыва насуспа уçла ♦ качать головой пуçа пăркала (килĕшмесĕр)
коромысло
сущ.сред.
1. шыв кĕвенти, картла кĕвенте; носить воду коромыслом шыва кĕвентепе йăт
2. тараса хурси ♦ дым коромыслом шăв-шав, йĕркесĕрлĕх
нести
1. глаг. несов.
1. (син. перемещать) йăт, çĕкле, йăтса пыр, çĕклесе пыр; нести дрова в сарай вутта сарайне йăт
2. (син. мчать) вĕçтер; ветер несёт пыль çил тусан вĕçтерет ♦ нести потери çухату тӳс; нести ответственность явап тыт; нести службу хĕсметре тăр; несёт холодом сивĕ кĕрет; нести вздор пустуй сӳпĕлтет; нести убытки тăкак кур; нести добро людям çынсене ырă ту
носить
глаг. несов.
1. кого-что йăт, çĕкле, йăтса çӳре; носить ребёнка на руках ачана алăра çĕклесе çӳре
2. что тăхăн; тăхăнса çӳре, -па (-пе) çӳре, носить шляпу шлепкепе çӳре; носить военную форму çар тумĕ тăхăнса çӳре
3. что -лă (-ле) пул; -па (-пе) çӳре; он носит бороду вăл сухал ӳстерсе янă; она носит фамилию мужа вăл упăшкин хушамачĕпе çӳрет
поднять
глаг. сов.
1. çĕкле, йăт, ил (çĕртен); поднять книгу с пола кĕнекене урайĕнчен ил; поднять мешок картбфеля çĕр улми миххине çĕкле
2. (ант. опустить, понизить) хăпарт, çĕкле, çĕклентер, çӳллĕрех ту; поднять плотину на два метра пĕвене икĕ метр хăпарт; ученик поднял руку вĕренекен аллине çĕклерĕ
3. (син. увеличить, повысить) ӳстер, пысăклат; поднять цену хака ӳстер; поднять производительность труда ĕç тухăçлăхне ӳстер
4. çĕкле, çĕклентер, ӳстер; поднять настроение кăмăла çĕклентер; поднять авторитет фирмы фирма ятне-сумне ӳстер ♦ поднять тревогу тревога ту, хавха кăлар; поднять крик кăшкăрашма тытăн; поднять вопрос ыйту ларт; поднять на ноги ура çине тăрат, çĕклентер; поднять на смех кулăш ту; поднять целину çерем çĕт, çерем сухала
таскать
глаг. несов.
йăт, сĕтĕр; йăтса çӳре, сĕтĕрсе çӳре; таскать тяжести йывăр япаласем йăт
тащить
глаг. несов.
1. (син. волочить) сĕтĕр, турт, сĕтĕрсе пыр; тащить жердь вĕрлĕк сĕтĕрсе пыр
2. кого-что (син. нести) йăт; йăтса пыр, çĕклесе пыр; тащить рюкзак кутамкка йăтса пыр
3. (син. красть) сĕтĕр, йăкăрт, вăрла
выжать
-жму что из чего сов., выжимать несов. 1. пăчăртаса кăлар (лимон сĕткенне); 2. пăр, пăрса типĕт (кĕпе-йĕме); 3. перен. выжать последние силы юлашки вăя ил. 4. хĕс, йăт; он выжал левой рукой 50 килограммов вăл сулахай алăпах 50 килограмм çĕкленĕ, йăтнă.
таскать
кого, что несов. 1. йăт (магазина тавар), сĕтĕр (пĕрене), сĕтĕрсе çӳре; 2. турт; таскать за волосы лăска, çӳçрен турт; 3. простор. нумайччен тăхăнса çӳре (платьене).
брать
несов. 1. кого-что, в разн. знач. ил, тыт, йăт; брать на руки алла ил, йăт; брать ребёнка на воспитание ача усрава ил; брать работу на дом ĕçĕ киле ил; брать обязательство обязательство ил; 2. чем ил, илтер, пултар; он берёт не силой, а умом вăл вăйпа мар, ăспа илет; 3. без доп. хып, сăх, турт (пулă çинчен); сегодня рыба берёт плохо паян пулă начар туртать; 4. что (нанимать) тыт, тара ил; брать такси такси тыт; 5. что (приобретать) ил, туян; брать билеты в кино кинона кайма билет ил; 6. (попадать в цель) лектер, тиврет, пер (пăшалтан); дробовое ружьё берёт не дальше 50 метров йĕтрепе перекен пашал 50 метртан ирттереймест; 7. без доп., разг. çул тыт, пăрăн; бери правее сылтăмарах тыт; ◇ брать быка за рога тӳрех ĕçĕ пуçăн, тӳрех тĕп ыйтăва тапрат; брать высоту спорт. сиксе каç; брать голыми руками см. голый; брать за сердце чĕрене (кайса) тив; брать на себя ху çине ил; брать начало пуçлан; брать под руку хулран çавăт; брать прицел тĕлле, тĕл ту; брать чью-л. сторону майлă тăр; меня берёт сомнение эпĕ иккĕленетĕп; наша берёт эпир çĕнтеретпĕр; бери выше! апла çеç-и!
вода
ж. 1. шыв; морская вода тинĕс шывĕ; питьевая вода ĕçмелли шыв; минеральная вода минераллă шыв; сырая вода чĕр шыв; в книге много воды перен. кĕнеке питĕ шĕвек; 2. обычно мн. воды шывсем; эти рыбы обитают в речных водах ку пулăсем юханшывсенче пурăнаççĕ; ◇ седьмая вода на киселе аякри тăван; носить воду решетом алăпа шыв йăт (усăсăр ĕç туни); тише воды, ниже травы шăппăн, шавламасăр (çӳре); набрать воды в рот шыв сыпнă пек; водой не разольёшь шыв сапса уйăрас çук; концы в воду йĕр çухат; вывести на чистую воду тăрă шыв çине кăлар; лить воду на чью-либо мельницу камшăн та пулин тăрăш, кама та пулин усă ту.
качать
несов. 1. кого-что (ветку) силле (йывăçа); (столб) лăка (юпана); (лодку) чӳхе (кимме); (на качелях) ярăнтар (чуччу); сиктер (сăпкана); ветер качает ветки дерева çил йывăç тураттисене силлет; 2. чем сулла; качать ногой ура сулла; 3. кого (подбрасывать вверх) çĕкле, урра йăт; 4, что (выкачивать) уçла; качать воду насосом насуспа шыв уçла; ◇ качать головой пуçа силле (е сулла), пуçа пăркала.
натаскать
сов. 1. что, кого-чего. (притащить) йăт, йăтса тултар; натаскать дров вутă йăтса тултар; 2. (вытащить откуда-л.) туртса кăлар.
подбросить
сов. 1. кого-что (бросить вверх) çӳлелле ывăт, сиктер, йăт; подбросить мяч мечĕке çӳлелле ывăт; подбросить на ухабе ланкашка çинче сиктер; 2. что, разг. (сделать резкое движение вверх рукой, головой) каçăрт, каçăртса пăрах, çĕкле; 3. что, чего (бросить дополнительно; подложить) хушса пар; подбросить роту солдат тепĕр рота салтак хушса пар; подбросить дров в печь кăмакана вутă татах пăрах; 4. что, чего (тайком подложить, оставить) пăрах, вăрттăн пырса хур; 5. кого-что, разг. (подвезти, доставить) çитер, илсе кай; подбросить до города хулана çити илсе кай.
поддеть
сов. 1. кого-что (зацепив, поднять) чиксе йăт (е хир, ил); поддеть бревно рычагом пĕренене кӳсекпе хир; 2. кого, перен. разг. (сказать колкость) тĕртсе (е тĕксе, йĕплесе) ил.
поднять
сов. 1. кого-что (с земли, с полу) çĕкле, йăт; поднять мешок михĕ йăт; 2. что (отделив, удержать на весу) çĕкле, йăт; поднять тяжесть вăй; поднять шесть пудов ултă пăт йăт; поднять бокал черкке çĕкле; 3. что, перен. разг. (разобрать) пăхса тух; поднять архив кив хутсене (е архива) пăхса тух; 4. кого-что (переместить наверх) çĕклесе улăх, йăтса хăпар, хăпарт; поднять по лестнице пусма тăрăх хăпарт; поднять вещи на третий этаж япаласене виççĕмĕш хута йăтса хăпар; 5. кого-что (вернуть в стоячее положение) тăратса ларт; поднять стул пукана тăратса ларт; 6. кого, разг. (поставить на ноги) тăрат, çĕклесе тăрат, тăма пулăш; поднять лошадь лашана çĕклесе тăрат; 7. кого-что, прям. и перен. çĕкле, тăрат; поднять народ на борьбу халăха кĕрешĕве çĕкле; поднять с постели çывăрнă çĕртен тăрат; 8. кого, охот, (вспугнуть, выгнать) хăратса кăлар; поднять зверя тискер кайăка хăратса кăлар (шăтăкĕнчен, чăтлăхран); 9. кого-что (заставить подняться в воздух) вĕçтерсе яр, вĕçтер; поднять самолёт самолёт вĕçтер; поднять пыль тусан кăлар; 10. что (возбудить, начать что-л.) ту, кăлар, çĕкле, тапрат, хускат; поднять мятеж пăлхав кăлар; поднять шум шăв-шав ту; поднять вопрос ыйту хускат; 11. что (сделать более высоким) çӳллĕрех ту, хапарт, çĕкле; поднять уровень воды шыв шайне хăпарт; 12. что, муз. (тон) хăпарт; поднять голос сасă хăпарт; 13. что, перен. хапарт, çĕкле, ⸗ат [⸗ет], ⸗тар [⸗тер], хуш, çĕклентер; поднять настроение кăмăла çĕклентер; поднять цены хак хăпарт; 14. что (наладить, восстановить) юса, ура çине тăрат; поднять хозяйство хуçалăха ура çине тăрат; 15. что, с.-х. (вспахать) çĕт, уç; поднять целину çерем уç; поднять пар çĕртме ту; ◇ поднять голову пуçа çĕкле (е каçăрт); поднять голос татăклă(н) кала; поднять меч (оружие) вăрçа пуçла (е тапрат); поднять перчатку çапăçма чĕннине йышăн; поднять петли куçне хăпарт (чăлханне); поднять шерсть шартлан; поднять на воздух сирпĕнтерсе яр (тарпа); поднять на смех мăшкăл ту; поднять паруса парăç çĕкле, кайма тапран; поднять на ноги ура çине тăрат.
подцепить
сов. 1. что, разг. кăкар, çаклат; подцепить вагон к поезду вагона поезд çумне кăкар; 2. кого-что çаклатса çĕкле (е йăт), çаклатса ил; подцепить бревно багром пĕренене пакурпа çаклатса ил; 3. что, перен. разг. çаклат, ерт, туп, лектер; подцепить болезнь чир ерт.
покачать
сов. 1. кого-что (некоторое время) сиктер; силле, лăка; покачать ребёнка ачана сиктер; 2. чем сулла; покачать головой пуçа сулла; 3. кого (подбрасывать вверх) урра йăт; 4. что (насосом) уçласа ил, уçла.
потаскать
сов. 1. разг. что и без доп. (некоторое время) йăт, çĕкле, сĕтĕр, тулт (пĕр хушă); 2. что (все многое) йăтса (е сĕтĕрсе, вăрласа) пĕтер.
стаскать
сов. что, разг. куçар, çĕкле, йăт (пĕр çĕре); стаскать дрова в сарай сарая вутă çĕкле.
йăт
ташырга
heben
jătas
йăт
йăт
«поднимать», «носить на себе тяжести», «таскать» (тюки); КБ йудғу «несение на себе тяжести» (Малов); тефс. XII-XIII вв. йӳд «нагружать на себя», «накладывать на себя»;. йӳдӳм «вязанка», «связка»; туркм. иит «таскать за собой»; тур. ит «толкать».
Урра йăт
Урра йăт [çĕкле] побрасывать вверх, качать кого.
Тусăмсем мана сырса илчĕç те урра йăтма пуçларĕç. А. Артемьев. Юрла-юрла шавласан, Çакă ушкăн Колчака Урра йăтма тапратать. И. Тăхти. Эпир, каччăсем, паллах ĕнтĕ, çав тери савăнтăмăр. Якура урра та çĕклерĕмĕр. Хв. Уяр.
Çавăн пекех пăхăр:
йăсна йăсни йăспăслан йăстăс « йăт » йăт пăхĕнчен те çăмăл йăт тăриччен йăт чĕччи йăт-çĕмĕртĕ йăт-çĕмĕрчĕ