йӳçĕ
◊
йӳçĕ кăшман — редька
йӳçĕ кăшкар — щавель
йӳçĕ курăк — бот. кислица
йӳçĕ улмуççи— дикая яблоня, дичок
кăшкар
I.
1.
катушка из лубка (для наматывания ниток)
кăшкар
2. тех.
барабан, цилиндр
кăшкар
3.
обод
обечайка
ала кăшкарĕ — обечайка решета
кăшкар
4.
корпус, остов, каркас
карап кăшкарĕ — корпус корабля
çурт кăшкарĕ — остов здания
кăшкар
5.
сруб без крыши, коробка
кăшкар
6.
остов телеги (без колес)
кăшкар
7.
околыш
çӳллĕ кăшкар — высокий околыш
кăшкар
8.
оправа, рама
рама
3. тех.
рама (машина кăшкарĕ)
см. кăшкар 4.
утă
сенной
каю ути — сено из отавы
улăх (çаран) ути — луговое сено
утă капанĕ (ури) — стог, омет сена
утă вăхăчĕ (çийĕ) — время сенокоса
утă карти — валок сена (собранного)
утă çулни —сенокос
утă çулакан — косарь, косец
утă тавăр — ворошить сено
Çулман курăк утă мар. — погов. Нескошенная трава — не сено.
◊
кăшкар ути — щавель
эрĕм ути — полынь
утă çӳппи — 1) сенная труха 2) биол. сенная палочка
утă уйăхĕ — июль (букв. месяц сенокоса)
ферма
II.
ферма (кăшкар)
кăшкар
◊
никĕс кăшкарĕ —первый венец фундамента
кăшкар
II.
ут кăшкарĕ — конский щавель
кăшкар ути — щавель
кăшкар ути яшки — щи из щавеля, зеленые щи
кăшкар
вьюшка из лубка для навивки пряжи.
91 стр.
явăн-юççи
явăн-юççи, воробы.
- Янцы-к. Явăн-юççи (сматывают на кăшкар).
см. арăм-йывăççи
сĕтекен корăкĕ
назв. раст. Тюрл. Сĕтекен корăкĕ — лаша кăшкар-ути пек (стебель мягкий, если оставить на год, то затвердевает настолько, что и коса не берет).
станок
ткацкий станок. Шибач. Части ткацкого станка: 1) тăратма, стойка; хисе, пришва; ора посси, подножки; хĕç, бердо; хĕç шăлĕ, зубья берда; хĕç янаххи, набилки, кĕр, кĕрĕ, ниченки; кĕр патакки, жердочки, на которые надеты ниченки; шăлтăрма, блок; кĕр кантри, веревочки, на которых висят ниченки; пир хыйи (в Тюрл. пир хăйи), поперечная палочка через основу за ниченками; сăса, ăса, челнок; çĕрĕ, цевка (трубочка, вставляемая в челнок); холтăрчă, скальница; корак ори, станок (подставка) для вороб; ярноççи, воробы; кăшкар, вьюшка; пăрттоççи, притужальник, пир сӳри, сновальня. См. пир тĕртни. Сунт. Пӳрте, пĕчĕкĕ пулин те, икĕ станок вырнаçтарнă. || Ала 18. Акă çаксем айăплă (виновные вот эти), çаксене çӳлĕ станок çине улăхтарăр, тенĕ.
çип
(с’ип), нитка. Шорк. Çип, нитка (род. п. çипĕн — с’ибэ̆н’, дат. — вин çипе — с’ибэ). Альш. Ăна (т. е. маратана) та йывăç хулăсенчен тăваççĕ, мунчаларан, çипрен мар. N. Пĕр ӳкемре тăватшар çипĕн икĕ вунна. Пĕтĕмпе пĕр ӳкемре сакăр вуннă (80 ниток). Сред. Юм. Çип, çиппĕн (çипĕн), çиппе (çипе). Ib. Эп паян ик йĕке çип арларăм; ко эрнере пôрĕ вонпилĕк йĕке арларăм. Ib. Çип кăçтан çинçе, çавăнтан таллат (= татăлать): мĕн порĕ те (всего на все) пĕр ача çиçчĕ, ô та пôлса вилсе выртрĕ (и тот помер). Ib. Çиппе (пряжу) кăмакана хăвсан, саралнă пулсан: пиçнĕ, теççĕ, саралман пулсан: пиçмен, теççĕ. ЧП. Шурă мамăк çиппи. Пус. Инки! инки! шур çип кĕпи тĕртсе пар. СТИК. Кăçал сӳс ăнмарĕ: пĕрте çипе пымаст (авăрланă чух кĕскен-кĕскен туртăнат). К.-Кушки. Çип туртса тухнă, сметано (сшито) на живую нитку (на живушку). Ib. Пиншака çип туртса тухни-ха эс? Сметал ли ты пиджак? N. Çип татма та вăй юлмас; До того обессилеешь, что не можешь перервать нитку. N. Урлă çип (при тканье — нить утока). Бгтр. Çип хывнă (сначало было написано „хунă“) чух сарă çын пырсан, çип лайăх пиçет, теççĕ; хура çын пырсассăн, лайăх пиçмеçт, теççĕ. Ягутли. Хĕрарăмсем кăнчала арлама пăрахса çип çума тытăнаççĕ. Якейк. Çип çăмхаласа пĕтертĕмĕр те-хе, комман-ха. Ib. Çип çăмхалама пуçларăмăр (кăшкар çине). Кăшкар çине çамхалаççĕ, комаççĕ, колчалаççĕ, кĕр виттĕр илеççĕ, хĕç виттĕр илеççĕ, куç хăваççĕ, тĕртеççĕ. Кищаки. Çип сарри кăларни. (Малтан çип çине вĕри шыв яраççĕ, унтан кайса кивеççĕ. Это же в Яншихове назыв. çип сурчăкĕ кăларни). Ib. Çип пĕçерни' или 'Çип хывни. Малтан кĕллĕ шывпа йĕпетеççĕ те унтан кăмакана улăм сарса, кăмакана пăрахаççĕ е чӳлмекпе лартаççĕ; сахал хутăр чухне хуранпа та пĕçереççĕ, пĕçернĕ çиппе кайран çăваççĕ. АПП. † Хамăра курайман тăшмансен, çип пек çинçе çĕртен татăлтăр. || Шнур. Альш. Çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ лартса кайнă вăл хурăнсене (березы посажены совершенно прямыми рядами). || Отвес. Мыслец. N. Çип — тӳрĕ йĕр ӳкерекен хатĕр.
çăка хысми
(с’ŏга), прозрачный сок, стекающий после сдирания лыка. Козм. Туперккульос 27. Çулла апачĕ те урăх. Хурăн шывĕ, серте, кăшкар-ути, пултăран, хур-туни, çăка хысми.
çăмхала
мотать на клубок. Сред. Юм. Çăмха çине çип тултарнине: çăмхалать, теççĕ. Вил-йăли. Ăна (свечу) вара çăмхаласа (сшфалью) пĕрене çине лартаççĕ. Ст. Чек. Çăмхалаççĕ кăшкар çине, йӳрек виттĕр, арăм-йиççи çине хутăра хураççĕ. Никит. Çăмха çăмхалани.
тихе-хӳри
назв. растения. СПВВ. ТА. Тихе-хӳри = ут кăшкар-ути. Пшкрт: т’иҕӓ хӳри, коневий щавель.
тăварлă кăшкар
сьедобный щавель. Беляева. Тăварлă кăшкар. „Ут кăшкар“ здесь означает коневой щавель. Нюш-к. Тăварлă кăшкар, rumex acetusa.
тăр
(ты̆р, тŏр, ты̆рр), подр. дрожанию. Шибач. Тăр-тăр-тăр! чĕтрет. КС. Мăнтăр çыннăн ӳчĕсем тăр-тăр чĕтренсе çӳреççĕ. Якейк. Йăванăн ана-шăнни тăр-тăр чĕтрет (трясется, напр, от жира). N. Вăл упана курнă та, йывăç тăррине улăхса кайнă. Хăй тăр-тăр-тăр чĕтĕрет. Он увидал медведя и залез на дерево. А сам от страха трясется. ЧС. Эпир ăна курсан, пурте тăр-тăр-тăр чĕтĕресе кайрăмăр. Ашшĕ-амăшне. Аллисем унăн тăр-тăр-тăр чĕтресе тăнă. ЧС. Пӳрт тăр-тăр-тăр кисренсе кайрĕ. Изба вся затряслась. Мăн-Шетмĕ. Тăр-тăр-тăр, сильное сотрясение полотна палатки. ЧП. Ула юпа тăр-тăр кисренчĕ. КС. Вăл кĕпер тăр-тăр-тăр чĕтресех тăрать. ЧП. Ылттăн ула юпа тăр чĕтĕрет. Кан. Çуртсем, йăвăçсем тăр-тăр-тăр! туса чĕтренсе илеççĕ. Сред. Юм. Арман çоначчи вăйлă çилте: панчен тăрр-тăрр туса илтĕнет, аякран хашкать. || Подр. резонансу в корпусе скрипки, когда возьмешь ее в руки и заденешь смычком. Кушакпа автан 11. Тăр-тăр-тăр купăсăм! Янра, ылттăн хĕлĕхĕм. Ib. Тăр-тăр тăр купăсăм, ылттăнланă хĕлĕ-хĕм, янра юлтăр сан сассу. Ib. 10. Тăр-тăр-тăр, вăй-вăй-вăй, манăн ылттăн хĕлĕхĕм. || Подр. звуку барабана. Шел. II. 24. Пионерсем тăр-тăр-тăр! параппансем çапаççĕ. || Подр. шуму трамваев. Шел. II. Трамвайсем тăр-тăр-тăр! тăрăлтатса чупĕçĕ. Зашумят трамваи. || Подр. шуму волн. Ир. Сывл. 21. Тăр-тăр-тăр-р-р! кĕрлет. Утăм. Татах тен-тен-тен-тен! Тăр-тăр-тăр-тăр! || Б. Олг. Омла эпĕ ут сартăм ампар çинелле, тăр-тăр-тăр (дŏр-дŏр-дŏр)! каллях коссанчĕ (= кусса анчĕ), çĕр вĕртӧп! терĕ. Ib. Çимелли пăрçа, сапсассăн, çĕре косса каять тăр-тăр-тăр! çталла кирлĕ, онталла. || К. Олг. Хоттăр çăмхаланă чох кăшкар çине тăр-тăр, тет. || Подр. прямизне. Бижб. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн, тăваткăл пĕр тăваткăл тăр çурнă.
хаяр тымарĕ
назв. растения. Чертаг., Якейк. Хаяр тымарри, имбирь. Н. Седяк. Хаяр тымар пĕр аршăн тăршĕ, çеçки сарă, ĕне хӳри пек вăрăм, пуçĕ кăшкар ути пек, ку курăкăн тымарне ăш ыратсан çинĕ.
хулăн
(хулы̆н), калым. См. хулăм. Альш. Хулăнне хаклă хунă — 120 тенкĕ. N. Аппа качча кайрĕ, ăна килĕшрĕç алă пилĕк тенке хулăн, вунă тенки кĕмĕл. Янтик. † Хулăн тени вĕт турпас, парни-сарни ут-кăшкар. ЧП. Хулăн укçи.
хоп орапа
телега, кузов которой обит дубком. Б. Олг. Лайăх çăкаран ӳкеретпĕр хоп орапа хоплама, кăшкар тума та йоратах, кирек мĕне те йоратах, пĕрне тума та полат.
хор тони
хур туни, толстое гусиное перо. Якейк. Хор тонинчен пăшал туса оммапа, паломмипа переççĕ. || Назв. растения, Polygonum persicaria горец почечуйный. Д. С. Серг. № 49. См. ут-ури-сыппи; сыпăклă курăк. СПВВ. ФН. Хур туни, тăрри унăн сарă пулать, ăна та çиеççĕ. Туперккульос 27. Çулла апачĕ те урах. Хурăн шывĕ, серте, кăшкар ути, пултăран, хур туни, çăка хысми.
хутăр
моток, мотушка. Н. Седяк. Хутăр = авăрланă, хутăрнă çип. Кĕвĕсем. Кăвак хутăр хăш тĕлте? Пĕвевçĕ кашти хыçĕнче. ЧП. Симĕс пурçăн хутри. ЧП. Пурçăн хутăрĕ. N. Тăхăр хотăр анчах хотрăм. N. Хутăр шутлаççĕ ак çапла: тăватă пĕрчĕ (= сум), вăтăр сум (= вунă, 120 пĕрчĕ); хутăр пулать вуннăран пуçласа вунсаккăра çитиччен. N. Пирне вăрăм тăвас тесен хутăра икĕ кăшкар çине çăмхалаççĕ, кĕске тăвас тесессĕн виç-тăватă кăшкар çине те çăмхалаççĕ. Сред. Юм. Хутăр ӳкерес тесе, йĕке çинчен хутăруççи çине пушатса пĕтерсен, çиппине хутăруççи çинчен кăларса илнине калаççĕ. Ib. Хутăр хутрас тесе арланă çиппе йĕке çинчен хутăруççи çине пушатнине калаççĕ. Ib. Йĕке çинчи çиппе хутăруççи çине çăмхаласа илсен хутăр теççĕ. N. Хутăр, чĕр çиппе арласан кайран çăмхаласа тунă çип пăявĕ (авăрланă хыççăн). Собр. Чӳречĕрсем çинче кусуй çинче симĕс пурçын хутри хут çинче. Корак-к. Тутарпа мищер хутăрн. (Кантăрпа пуса).
хушпу
хошпу, женское головное украшение. Б. Олг. Кисессĕн (в доме жениха), каччин амăшĕ орайне пăрахрĕ тенкĕлĕ хошпу: вот сана, кин, тет, çак çутти çине посса кĕр, тет. N. Хушпу представляет из себя полотно в 5 четвертей, сшитое по форме, надевают на голову, и по спине тянется почти до колен, а форма постепенно суживается книзу. Хушпу обвешан бусами, бусовидными кружочками овальной формы. Хушпу надевался на голову с заостренным концом кверху. Хушпу носят на свадьбе. Шорк. Хошпу делается из кожи, на нее сплошь пришиваются монеты в виде рыбьей чешуи, вверху бывают самые мелкие монеты, ниже идут монеты покрупнее, в самом нижнем ряду уже двугривенные. Спереди на самом лбу ниже кожи висят три монеты, одна в середине больше, по обеим сторонам поменьше. По краям хошпу пришивают по несколько рядов мелких бус (шăрçа). Юрк. Хушпу. Ăна маткасем тăхăнаççĕ, кăшкар пек. Тогаево. Пирĕн пĕкки пĕкĕлле, пуян çын хĕрсен хушпуйĕ пек. Альш. Пуçăм тулли хушпăвăм пур, умăм тулли сăркам пур. N. Сакăр шăллă хушпу. N. Условия такие: матери невесты сшить шубу, невесте хушпу из 400 нухрат и денег, 1 пуд меду и подарки разным родственникам невесты. Нюш-к. Хушпу çинчен тăхăнаканни. Ст. Чек. Хушпу çумне çамкана тенкĕ çакаççĕ, икĕ ĕрет укçа, пĕр ĕрет вуншар пус, пĕр ĕрет палттиникшар хушпу хĕррине çакаççĕ, ытти нухрат. Бугульм. Инке хушпу çакнă чух нумай укçа пухрăн-и? Арзад 1908, 52. Вăл (старуха) хăй вилес умĕн ачисене хушпу тенки валеçсе панă. Ib. Селиме хушшинче миçе тенкĕ? Арçури. Хырçă-марçă памашкăн хушпу саклат паратпăр. N. Унтан вара икĕ енчен икĕ хушпулă арăмсем пĕркенчĕк айне кĕрсе ăс парса лараççĕ (невесте). N. Çиччĕн-çиччĕн килтĕмĕр, çичĕ ĕрет хушпуне сакçи шăлли турăмăр. СПВВ. ЕХ. Хушпу, арăмсен пуçне тăхăнаканни, укçаран тунă ĕскер. СПВВ. МЕ. Хушпу, ăна арăмсем тăхăнаççĕ. N. Хушпу тăхăнаççĕ сурпан çинчен. Ăна тăваççĕ: çичĕ рет нухрат çакаççĕ, пилĕк рет укçа çакаççĕ, хĕррине шăрçа тиреççĕ, çамка тăррине шăрçа çакаççĕ, хĕррине укçапа ярапа яраççĕ. Çамка çине укçапа ярапа яраççĕ; тăрĕнне вершка çурă çӳлĕрех тăваççĕ. Ăна чĕн мерченпе тăваççĕ, чи тăррине шăтăк хăвараççĕ. Хыçала хӳре тăваççĕ, ăна пĕр аршăн ытларах тăршăне тăваççĕ. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. Хĕррине шăрçапа пăчăра тытаççĕ. Ăна польский укçапа çакса тухаççĕ. Хыçала тăватă манит, çӳле хушпу çине кĕмĕл тенкĕлĕхсем çакаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăммисен пуçĕсенче хушпу. N. Ун хушпи йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. ЙФН. † Пуçăм тулли хушпум пур, уйăх карти (scr. тарты) пултăр-и? Ăвăм тулли çут кĕмĕл, уйăх çутти пултăр-и!
кăш ути
назв. раст., кислушка, щавель. См. кăшкар ути.
кăшкар
(кы̆шкар, кŏшкар), вьюшка для навивки ниток. Paas., ЩС. Зап. ВНО. Кăшкар çине çип чăркас. СПВВ. ГЕ. Кăшкар — çип çăмхаламалли; ăна хупран авса тăваççĕ; тата кăшкар ятлă курăк пур, ăна çиеççĕ. Сред. Юм. Кăшкар — хупран çаврака тунă çип çăмхалакан япала. Мăнал. † Сарă вăрăм хĕрсене шăрçа виттĕр коç корать; хора лотра хĕрсене кăшкар виттĕр коç кормаç. Изамб. Т. Малтан çиппе кăшкар тавра çăмхалаççĕ. || Обечка. Б. Олг. Ала кăшкарĕ, хопран туаччĕ. Шевле. Кăшкар, обечка вокруг жёрнова. См. арман. || Венчальный венец. Шарбаш. || Остов. Зап. ВНО. Пӳртĕн кăшкарĕ анчах. || Сруб. В. Олг. Пӳрт кăшкарĕ —пура (сруб без крыши). || Околыш фуражки.
кăшкар
конский щавель (rumex crispus), сьедобный щавель (rumes acetosa). Мыслец. Кашк. (Ут-кăшкар в этом сел. — сьедобный щавель). Ст. Чек. Кăшкар = ут кăшкарĕ. Б. Батырево. Йӳç кăшкар, щавель.
кăшкар ути
rumes acetosa, щавель. Башк. Н. Седяк. Кăш кар ути, кислятка; çулçине çиеççĕ. Бгтр. Кăшкар ути нăмай полнă çол йĕтĕн ляйăх полат.
кăшкар кĕпçи
щавель. Сред. Юм. Кăшкар кĕпçи — çырма хĕррисĕнче, вăрмансĕнче пôлакан лапкарах çӳлĕçлĕ курăк. Çамрăкла ăна çиеççĕ; вырăсла ăна щавель теççĕ.
чул кăшкарĕ
чул кăшкар, клетка вокруг камня. Якейк. См. вып. II, стр. 54. В. Олг. Чол кăшкарĕ – круглый ящик, в котором камень (жернов), чтобы не сорилась мука.
шапшă вути
назв. растения, щавель. Пшкрт. Шапшă вути или кăшкар вути, щавель. СПВВ. ТА. Шапшă вути = кăшкар ути.
нӳрек
то же, что юрек, вьюрок. Питушк. Шибач. Çип çăмхалаççĕ кăшкар çине нӳрекпеле (вьюрком). Ядр. Нӳрек особая шпулька. Якейк., Мочеи. Нӳрек, ун витĕр çипе тирсе илсе кăшкар çине çăмхалаççĕ. Мыслец. Нӳрек — вьюрок. Зап. ВНО. Нӳрек (Ядр.), йӳрек (Буин.), вьюрок.
парне-сарне
подарок вообще. Хора-Сирма. N. † Сан йыврупа мĕн тăвас, парне-сарне салатма. N. † Кикирик сар алтан, качака путекки картара, Праска инке шыв кӳретчĕ, парни-сарни арчара. Якейк. Парни-сарни халь çок тата. С. Айб. † Кинĕмĕр те чипер çавă пур, парни-сарни çитмесен, çӳпçи тавра кускалать, ик пĕççине шарт çапать. Пазух. Ай-хаях та, кинçĕм, Наçтук пур, парниех те сарни ситмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнат, икĕ пĕççисене шарт çапать. Янтик. † Хулăн (калым) тени вĕт-турпас, парни-сарни ут-кăшкар.
пир тĕртни
тканье. Изамб. Т. Главнейшие термины, встреч. в ткацком деле: çип (нитка), çунат (воробы), хутăр (моток), хутăр йывăççи (мотовило), хутăр (разматывать нить с веретена на мотовило), йĕке (веретено), кăшкар (вьюшка, лукошко без доньев, на которое навивают нить с воробов), юрек (вьюрок), кумкăч (сновальня), кунча (снятая с сновальни основа и сплетенная в узлы), кунчала, кунçала (свивать снятую с сновальни основу в узлы), кум (сновать, натягивать нитки на сновальню), кумми (основа), ураççи (уток), кăнтар (натянуть основу на станок для тканья), хӳре (суживающаяся часть основы за ниченками), куç (узел основы), куç яр (спустить узел), çĕрĕ (цевка), хултăрчă (скальница), кустăрма (кружалка на веретене скальницы), кĕрĕ (ниченки), кĕрĕ çакки (веревочки, на которых висят жердочки ниченок), кĕрĕ патакки (жердочки ниченок), тай шакки (косточки, посредством которых подложки подвешиваются к жердочкам ниченок), улттă кĕрри, çичче кĕрри и т. д., витĕр (продеть нити основы через ниченки или через зубья берда), çилĕ, хутăр çилли (толстая нитка, которая пропускается через основу, чтобы сохранить порядок ниток в основе), куç хулли (палочки или лучина, вставляемая в основу поперек за ниченками после того, как вынуто çилĕ), куç хăййи (то же), хĕç (бердо), хĕç шăлĕ (зубья или набор берда); хĕç ӳретти (палочки между которыми расположены зубья берда), хĕç янаххи (набилки), улттă хĕçĕ (бердо в 6 пасм), çиччĕ хĕçĕ (бердо в 7 пасм), саккăр хĕçĕ, тăххăр хĕçĕ, вуннă хĕçĕ, вунпĕр хĕçĕ, вуниккĕ хĕçĕ; ăса (челнок), ăса варри или çĕрĕ варри (пруток, игла, ось цевки), пир вырăнĕ (ткацкий станок), тăратни (стойки в ткацком станке), кашта (перекладина, с которой подвешены блоки), шăлтăрма (блок), хивсе (пришва), хивсе патакки или пăрт йывăççи (притужальник, ворот пришвы), ура пусси (подножки), ура пусси çакки (веревочки, на которых висят подножки), чавса (стойка на брусе для пришвы; чавса, представляя примитивный станок, вставляемая в нары, когда нет ткацкого станка), пуç хăми (дощечка, вставляемая стойком в зев основы при выточке узоров), тĕрт (ткать), пĕтĕр (сучить), арла, авăрла (прясть), çăмха (клубок), çăмхала (навивать нитки в клубок или с воробов на вьюшку), килтĕ, килт çип (нитки, остающиеся в конце основы), тăрăх (кусок, конец, полотнище).
арман
(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.
кăшкар
(кы̆шкар), i. q. апичка (I, 279). Обечайка вокруг жерновов. Шевле, Череп. и др. А. Турх. Чул таврашне кăшкар теççĕ, ăна авалтан çапла каланă, ĕлĕк ун вырăнне кăшкар хураччĕç (i. q. хуратьчĕç). Обод камня зовут исстари «вьюшкой», прежде вместо него клали лубочный круг. (К).
кăшкар çийĕ
tabula, quae posita est in кăшкар. Доска на «кăшкар». А. Турх. Кăшкар çинчи хăмана кăшкар çи теççĕ. (К).
чул кăшкар
(-кар’), i. q. praec. v., то же, что чул кăшкарĕ. П. И. Орлов. Чул кăшкар чул тавралла пулать. Обечка бывает вокруг жернова (40а).
пĕр
(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.
арăм
(ары̆м), non invenitur nisi in compositione: встречается лишь в сложении: арăм-йывăççи (jывы̆с’с’и) Череп., Турх., Асан., арăм-йăвăççи (jы̆вы̆с’с’и), арăм-йиççи (jис’с’и), instrumentum ligneum, quo rustici fila revolvendi causa utuntur. Constat e statumine ligneo tres pedes habente, cui binae regulae in decussem compactae imponuntur: i. q. авăн-уççи. СТИК. Арăм-йиççи. Хуттăр çинчи çипе çавăн çине хурса кăшкар çине çăмхалаççĕ. Воробы. На них накладывают смотанную в моток пряжу и наматывают ее на вьюшку. Зап. ВНО. Пир тĕртес тесессĕн арăм-йывăççине те хатĕрле. Если вздумаешь ткать холсты, то припаси и воробы.
аркан
(арган), implicari, turbari, perturbari, запутаться, спутаться. Н. Карм. Çип арканнă. Нитки спутались. Шибач. Вĕрен арканса кайрĕ. Веревка спуталась. Çак арканса кайнă каната кам çĕнĕрен явса кăкарса лартĕ? Кто снова совьет и привяжет этот развившийся канат? СПВВ. Сирĕн пурçăн хутăрĕ арканчĕ. Ваш шелковый моток перепугался, спутался. Ib. Сирĕн пурçăн хутăрĕ арканчĕ, пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ваш моток шелку спутался нас привлекла сюда хлеб соль. ЧП. Сирĕн пурçан хутри арканмĕ. Якей. Кăшкар арканнă = кăшкар çинчи çип арканса кайнă. || Diffringi, dissipari. Также: разбиться; рассыпаться (о деревянной посуде). Орау. Е-ей, пĕтĕмпех арканнă пăрĕ, пăх-халĕ! Ĕнер анчах кӳлли сарлакăшпе кăн-кăвак пăрччĕ, кĕçĕр пĕтĕмпе вакланнă! Смотри-ка, лед-то весь накуски разбило! Вчера (только) все озеро было покрыто синим льдом, а нынче в ночь его разбило на мелкие части. Ăстайкка кăшăлне илсен арканса каять (= саланать). Если снять с кадки обручи, то она рассыплется (точнее: ее клёпни перемешаюся). Зап. ВНО. Унăн килĕ-çурчĕ арканса кайрĕ. У него весь дом пришел в упадок. || Metaph. Ib. Пурнăç арканса кайрĕ. Жизнь запуталась. Орау. Унăн арканнă ĕнтĕ. lam amisit virginitatem. lb. Чĕччи ĕне пăхĕ пек çеп-çемçе, лере те манерĕ çук пулмалла, арканнă пулмалла. У нее груди мягкие, как коровий кал; in ilia quoque parte nullum iam mansisse puto (virginitatis) vestigium, sed confusa omnia atque perturbata (i. e. iam esse devirginatam). Ib. Ну, ку тăруçăн ялĕ-йышĕ арканчĕç-çке! Ĕçки-çики, ятлаçу-вăрçу (çапăçу); ахалу те тата çĕр валеçес йĕркепе эреке (i. q. эрех) нуммай пулчĕ: пĕрне-пĕри çиленсе кĕç-вĕç çĕçĕпе чикес пек çӳреççĕ! Нынче у нас в деревне все словно с ума сошли: пировня, брань, ссоры (драки)! Да еще тут, по случаю передела (земли), и водки не мало было: просто один другого ножом нырнуть готовы! || Retorquere, развать. Ст. Чек. Тилхепе вĕçĕ арканнă (= сӳтĕлнĕ). Конец вожжей расплелся.
кантăр
(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.
карăнтар
понуд. ф. от гл. карăн. Изват. Çĕр карăнтартăр! (проклятие). См. сул. Б. Олг. Каран вара хоттăрне тортса карăнтарат, кăшкар çине çăмхалама тапратат. Утар. Лашине апатсăр лайăх карăнтарчĕ паян! (заморил).
карттус
(карттус), фуражка. Шибач. Карттус сутни (-νиы) (верхушка), 2) карттус кăшкар (Пшкрт: карттус кы̆шкары̆, околыш), З) карттус ăш чикки. К.-Кушки. Карттус кăшăлĕ. V. S. Карттус сăмси, козырек.
явăн-юççи
воробы. Янцы-к. Явăн-юççи (сматывают на кăшкар). См. арăм-йывăççи.
Ярăм-йăвăççи
то же, что ярăм-йывăççи. М. П. Петр. «Ярăм-йăвăççи, то же, что яр-пуççи(?). Н. Седяк. Ярăм-йăвăççи хутăрнă çипе ярăм-йăвăçĕ çинчен кăшкăр çине çăмхалаççĕ. Орау. Ярăм-йăвăççи çине хуттăрсене хурса, карăлтарса, кăшкар çине çăмхаласа илеççĕ. Ун тĕпĕ ураллă; ăна ярăм-йăвăççи ури, тата тунката та тиççĕ; ун çинче хĕреслĕ çавăрнакан патаксене ярăм-йăвăççи теççĕ.
ярлуççи
(описка?), воробы. См. арăм-йывăççи. N. Пир комиччен çипе кăшкар çине çăмхаламалли япала.
лаша-кăшкар
назв. раст., коневый щавель. Сред. Юм. Лаша-кăшкар анкартисĕнче, çырмасĕнче пулакан лапка çӳлĕçлĕ (= çулçăлă) хĕрлĕ вăрăллă пулакан курăк.
йӳрек
цевка для разматывания ниток. Щ. О. Йӳрек - цевка; употребл. при разматывании ниток. В записях из Ст. Чек. изображена так:\nЮрк. Йӳрек - çип алла ан кастăр, тесе, тунă шăтăклă япала. Ăна çипе тăхăнтараççĕ те, вара çип çăмхалаççĕ кăшкар çине. Зап. ВНО. Йӳрек б. Буин. у.), йӳрек б. Ядрин. уез.), вьюрок. Пшкрт. Jӳрӓк = нӳрек. СПВВ. ЕХ. Йӳрек — çип çăмхаланă чухне çиппе çавăн ăшне тиреççĕ. СПВВ. ТМ. Йӳрек; çип çăмхаланă чухне, йӳрек витĕр тирсе çăмхалаççĕ. Нюш-к. Йӳрек. Кăшкар çине çип çăмхаланă чух алла, çин татăласран, çиппе витĕрсе, тытаканни.
йӳç-кăшкар
щавель. Ст. Чек., Изамб. Т., Качал. СПВВ. ТМ. Йӳç-кăшкар — курăк; вăл курăк юр кайсанах тухат, ăна çиеççĕ, анчах вăл йӳçĕ тути калат. Ун тымарпе япаласем саратаççĕ.
йӳшшу
то же, что йӳç-шу, назв. лечебного отвара. Якейк. Йӳшшура кивил тымарри пор, шăппăрла тымарри, мăн-тохатмăш тымарри, кикен тымарри, ут-кăшкар-ути тымарри, унелнĕ корĕк чĕкеç-корĕк тымарри яраççĕ; квак-чол, хаяр тымарри, эреке яраççĕ. Çаксене порне те, хорана ярса, вĕретеççĕ; çĕпрепе четвĕрт кĕленчишне ярса, хопласа лартаççĕ. Вăл çапла эрне йӳççе ларать. Йӳшшу вăл пор осалтан та лайăх. Хаяр вăрăнсан, çын трук халсăр полсан, ора-алă сасартăк шăçсан (= шыçсан), выльăх халсăр полсан, йӳшшу параççĕ. Парсассăн, чĕртет, теççĕ.
йĕрек
(jӧ̆рэк, Хорачка jӧрӓк), вьюрок. Н. Карм. Шевле. Хотăра ануççи çоначĕ çине хорса, кăшкар çине çăмхаланă чохне, çип пӳрнесене кастармантан çип çине патак (йĕрек) тăхăнтараççĕ. Тюрл. Йĕрек = нӳрек.
варханти
неизв. сл. в загадке. Ой-к. Вар-вар варханти, турат куç турханти. (Кăшкар).
вăрханти
неизв. сл. Орбаш. Вăр-вăр вăрханти, торат куç торханти. (Кăшкар).
упати
обезьяна? Орбаш. Упăти пичин пуç кукăр. (Кăшкар).
ут карти
загородь для лошадей. Кĕвĕсем. Ут картинчи ут кăшкар, ут урипе (от ног лошадей) сархайнă. К.-Кушки. Ут картинче ут-кăшкар ут урипе сархайнă; эй, авланман ачасем, чĕлĕм туртса сархайнă!
ут-кăшкар
(-кы̆шкар), назв. раст. Склоняется как проч. им. сущ. без афф. прит. З-го л.: ут-кăшкарăн, ут-кăшкара еtс К.-Кушки, Юрк., Самар. и др. К.-Кушки. «Ут-кăшкар съедобный щавель». Кĕвĕсем. Ут-кăшкарăн вăрлăхĕ, хура-туллăн ырлăхĕ. У коневьего щавеля — его семена, а у гречи — се добротность, отличные качества. Чув. прим. о пог. 459. Ут кăшкар — щавель. Рак. Ут-кăшкар — щавель, rumex L. Кайсар. № 36. Ут кăшкар (конский щавель). Çаранра ӳсет. Тăрри пулсан, тăррине хывăх вырăнне чăхсене пăтратса параççĕ (месят курам вм. мякины). Мыслец. «Ут-кăшкар — конёвник». Янтик. Б. «Ут-кăшкар — столбунец».
ут-кăшкар
(кы̆шкар'), конёвник, коневий щавель. Чуратч. (к этом селе съедобный щавель назыв. кăшкар – ути).
утă ури
омет сена. К.-Кушки, Ч. П. А. Прокопьев. Утă ури çинчи ут-кăшкар ута хушшинче саралнă.
отă
утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»
отмăл
(отмы̆л), мука, накопляющаяся между камнем и обечкой (чол кăшкар-шăпчи çăнăх; самая хорошая мука). Якейк.
уттăм-уттăм
неизв. слово; м. б. то же, что уттăн-уттăн. Пазухин. Уттăм-уттăм ут-кăшкар, утсем ури айĕнче. Ст. Айбеси. † Уттăм-уттăм ут-кăшкарĕ, ут кăшкарĕн тымарĕ, тĕнчипеле вăрлăхĕ.
арматура
сущ.жен.
1. (син. каркас) арматура, кăшкар (тимĕр-бетон конструкцисенче)
2. хатĕр-хĕтĕр, хатĕрсем; печная арматура кăмака хатĕр-хĕтере (алăкĕсем, вьюшкисем т. ыт.)
барабан
сущ.муж.
1. параппан (кĕвĕ хатĕрĕ); бить в барабан параппан çап
2. кăшкар (машинăн çӳпçе евĕр пайĕ); барабан лебёдки лебёдка кăшкарĕ
глотка
сущ.жен. (син. горло)
карланкă ♦ драть глотку кăшкар; заткнуть глотку çăварне хуп, калаçма ан пар
драть
глаг. несов.
1. что (син. разрывать) çур, çĕт, тăпăлтар; дети так и дерут обувь ачасем ата-пушмака часах çĕтеççĕ
2. что (син. снимать) сӳ, хулăла; драть лыко пушăт сӳ; драть шкуру с медведя упа тирне сӳ
3. кого-что (син. пороть; дёргать) хĕне, вĕт, çаптар; турт, тăпăлтар; драть плетью пушăпа çаптар; драть за уши халхаран тăпăлтар
4. (син. обирать) сӳ, сăптăр, хаклă ыйт (таваршăн, ĕç тунăшăн)
5. (син. царапать, раздражать) çунтар, чĕпĕт; перец дерёт рот пăрăç çăвара çунтарать ♦ драть горло хытă кăшкар; драть нос сăмсана каçăрт
каркас
сущ.муж.
кăшкар; каркас здания çурт кăшкарĕ
колодка
сущ.жен.
1. калăп; сапожная колодка атă калăпĕ
2. (син. основа, остов) калăп, кăшкар; колодка рубанка сава калăпĕ; колодка хомута хăмăт клещи ♦ орденская колодка орден планкисем; на одну колодку каснă лартнă, пĕр пек
корпус
сущ.муж., множ. корпусы и корпуса
1. (син. остов) кăшкар; корпус судна карап кăшкарĕ; часы в золотом корпусе ылтăн кăшкарлă сехет
2. (син. здание) çурт; больничные корпуса больница çурчĕсем
3. (син. туловище) кĕлетке, ӳт-пӳ; человек с крупным корпусом капмар кĕлеткеллĕ çын
4. корпус (çар пĕрлешĕвĕ); танковый корпус танк корпусĕ ♦ дипломатический корпус дипломатсен корпусĕ (пĕр-пĕр çĕршыври ют çĕршыв дипломачĕсем); депутатский корпус депутатсен йышĕ
остов
сущ.муж. (син. каркас)
кăшкар; остов лодки кимĕ кăшкарĕ
шасси
сущ.сред.нескл.
1. кăшкар; шасси трактора трактор кăшкарĕ
2. урапасем; самолёт выпустил шасси самолёт ураписене кăларчĕ (анса ларас умĕн)
щавель
сущ.муж.
кăшкар ути; конский щавель ут кăшкарĕ; щи из щавеля кăшкар ути яшки
барабан
м. 1. параппан; бить в барабан параппан çап; 2. тех. барабан, кăшкар (машина пайĕ); барабан лебёдки лебёдка барабанĕ.
докричаться
сов. 1. кого, разг. кăшкăрса илтĕнтер; кăшкăрса илттер; никого не докричишься никама та кăшкăрса илттерме çук; 2. до чего ⸗иччен кăшкăр; докричаться до хрипоты хăйăлтатакан пуличчен кăшкăр, сасă тытăниччен кăшкар.
каркас
м. кăшкар, каркас; каркас дома çурт кăшкарĕ.
коробка
ж. 1. коробка; 2. (остов здания) кӳлепе, кăшкар (çуртăн); черепная коробка пуç купташки (е чашки).
корпус
м. 1. (мн. корпусы) (туловище) кĕлетке, тăлпу, кӳлепе, пӳ, хапа; 2. (мн. корпуса) (здание) корпус; главный корпус тĕп корпус; 3. (мн. корпуса) (оболочка, остов) кăшкар, корпус; часовой корпус сехет кашкарĕ; 4. (мн. корпуса)мор., воен. корпус; танковый корпус танк корпусĕ; 5. мн. ч. нет корпус, йыш; дипломатический корпус дипломати корпусĕ; офицерский корпус армии çарти офицерсен йышĕ.
кузов
м. 1. обл. (для грибов) пĕрне; (для хранения зерна) ырçă; (для семян) кунтă, кирпет, пукă; кузов для грибов кăмпа пĕрни; 2. (для размещения людей или грузов) кăшкар, ещĕк (урапан); çатан (тăрантасăн); кузов (автомашинăн).
обод
м. 1. (колеса) тукун; 2. кăшăл, кăшкар; обод сита ала кăшкарĕ; обод блока блок кăшăлĕ.
остов
м. 1. кăшкар, хапа, каркас; остов корабля карап кăшкарĕ; 2. анат. шăмшак; остов животного чĕрчун шăмшакĕ; 3. перен. тĕп шухăш, никĕс.
скелет
м. анат. 1. скелет, шăмшак; скелет человека çын шăмшакĕ; 2. (каркас, основа) кăшкар; скелет парохода пăрахут кăшкарĕ; 3. перен. (схема) ĕлке.
схема
ж. схема; кăшкар, ĕлке; схема радиоприёмника радиоприёмник схеми; 2. (общее изложение) схема, кĕскен çырса хуни; схема доклада доклад схеми.
ферма
ж. тех. ферма, кăшкар; мост с высокими фермами çӳллĕ кăшкарлă кĕпер.
форма
ж. 1. (вид, облик) кап, капаш, тулаш, евĕр; в форме бутылки кĕленче евĕрлĕ; в форме шара çаврака; в письменной форме çырса; в устной форме сăмах вĕççĕн, сăмахпа; пышные формы (о фигуре) самăркка кĕлетке; 2. (устройство, структура) тытăм, тĕс, пулăм; форма правления власть тытăмĕ; формы энергии энерги тĕсĕсем; 3. филос. форма; форма и содержание формăпа содержани; 4. (приспособление, шаблон) калăп, кăшкар, кăшăл; форма для шляп шлепке калăпĕ; форма для сыра чăкăт кăшăлĕ; 5. (образец) форма, йĕрке; форма протокола протокол йĕрки; 6. (одежда) тум; армейская форма çар тумĕ; 7. лингв. форма; формы слов сăмах формисем; ◇ быть в форме хатĕр пул, хатĕрленсе çит (ăмăртăва е пĕр-пĕр ĕçе).
формовать
несов. что 1. (придавать чему-л. какую-л. форму) формăла, калăпла; 2. (изготовлять форму для отливки) кăшкар ту, формăла.
щавелевый
прил. кăшкар ути ⸗ĕ [⸗и]; ◇ щавелевая кислота кăшкăр ути кислоти.
кăшкар
«вьюшка из лубка для наматывания пряжи»; мар. кышкар то же. Кто у кого заимствовал, неизвестно.
видеокассета
ç.с. 1. Видеопленкăна упракан лап-така, тăваткăл кăшкар; видеопленкăпа йĕнни. 1994 çулта... Шупашкарти «Контур» заводра «СВС» видеокассетăсем кă-ларассине йĕркеленĕ. Х-р, 29.10.1996, 1 с. Çĕнтерӳçĕсене... аудио- тата видеокассетăсемпе клипсем хатĕрлеме, ятарлă концертсем йĕркелеме пулăшăпăр. Т-ш, 1999, 48 /, 7 с. «ИЦ-Контур» общество цехĕнче ... видеокассетăсене пушкарлакан хатĕр пулнă. К-н, 2002, 16 /, 15 с.
2. Видеопленка çине тӳрех е куçарса çырнă информаци (тĕсл., видеофильм, кинофильм видеокопийĕ). «Еткерте» çыр-тарса илнĕ видеокассетăна ярса Никоноровасен юррине итлетĕп. А-и, 2000, 1 /, 8 с. Килте «Однажды в Америке» фильм видео-кассетине пăхнă. ÇХ, 2000, 6 /. 5 с. Вулавăш фондне Айхи ... видеокассетăсемпе тата Франци поэчĕсен сăввисен пуххипе пуянлатрĕ. Х-р, 12.04.2001, 1 с.
— чăвашла видеокассета (Х-р, 21.03.1996, 2 с.).
хăнкăла
клоп — cimex [юн тата ӳсентăрансен сĕткенне ĕçекен сиенлĕ кăпшанкă]; йăрăмлă хăнкăла полосатый клоп — graphosoma lineatum; кăшкар ути хăнкăли щавелевый клоп — coreus marginatus; кĕсменлĕ хăнкăла гребляк — corixa dentipes [юханшывра пурăнакан хăнкăла]; купăста хăнкăли капустный клоп — eurydema ventralis; сиенлĕ хăнкăла вредная черепашка — eurygaster integriceps [тырă çиекен хăнкăла]; тӳшек-минтер хăнкăли постельный клоп — cimex lectularius
Çавăн пекех пăхăр:
Кăшка кăшкаç кăшкаçла Кăшканаш « кăшкар » кăшкар çийĕ кăшкар кĕпçи кăшкар ути кăшкар ути кĕпçи кăшкар ути хăнкăли