пукан
1.
стул, табурет, табуретка
хыçлă пукан — стул
хыçсăр пукан — табурет
Урай варринче йĕс пукан ларать. (Кăкăр шăмми). — загадка Посреди пола стоит медный стул. (Грудная клетка).
сак
2.
скамейка (садовая)
хыçлă сак — скамейка со спинкой
тенкел
1.
скамейка
хыçлă тенкел — скамейка со спинкой
тенкел çинче лар — сидеть на скамейке
хыçлă
имеющий спинку
со спинкой, с задком
хыçлă пукан — стул со спинкой
хыçлă çуна — сани с задком
хыçлă урапа — тарантас
çуна
санный, саночный
ача çуни, пĕчĕк çуна — санки, салазки
кӳмеллĕ çуна — крытый возок, кибитка
çара çуна — дровни
вутă çуни — дровни
çăмăл çуна — легкие санки
трактăр çуни — тракторные сани
хыçлă çуна — санки с задком
çуна пуçă — передок саней
çуна çулĕ — санный путь
çуна тупанĕ — полозья саней
çуна ӳречи — нахлестка, грядка саней
çуна хыçĕ — задок, спинки саней
çуна шăлĕ копыл
çунапа кай — поехать на санях (запряженных лошадью)
çунапа ярăн — кататься на санках
Лаши туртать, çуни шумасть. (Юханшывпа çырансем). — загадка Лошадь тянет, а сани не движутся. (Река и берега).
Кам çуни çине лартăн, унăн юррине юрла. — погов. На чьем возу сижу, того и песню пою.
умлă-хыçлă
1.
один за другим, гуськом, вереницей
машинăсем умлă-хыçлă пыраççĕ — машины идут друг за другом
умлă-хыçлă
2.
подряд, раз за разом, без перемены
ана çине умлă-хыçлă пĕр тырă акма юрамасть — нельзя на одном участке постоянно сеять одну и ту же культуру
виçĕ кун умлă-хыçлă çумăр çурĕ — три дня подряд шел дождь
умлăн-хыçлăн
то же, что умлă-хыçлă
çуна
çона (с’уна, с’она), сани. Н. Карм. Çуна, сани; части их: тупан (полоз), шăль ӳрече (грядки), çунатти (отвод), хирлӳ; тайăнчăк (в Хорачка: лӓжӓнкӓ), спинка; ларкăç, козлы. Артюшк. Çуна: тупан (полоз); çуна шăлĕ, копылья; çуна мăйраки, рожки у саней (спереди); çуна хыçĕ, задок (спинка); çуна хурами (вязки); турта; аялти ӳрече (на копыльях). Изамб. Т. Ашăклă çуна, сани, обшитые рогожей. Вил-йăли. Лашапа леçес пулсан, хăшĕ-хăшĕ вилнĕ çынна лайăхрах хисеп тума çула çунапа турттарса леçеççĕ. N. Арăм çона айне полнă. Женщина попала под сани. ЧП. Кутсăр-пуçсăр çунам пур. У меня есть сани без передка и задка. Атмал-к. † Çăварни çич кун тенĕ чух çич пăт урпа çитартăм, çуна хыçне таптартăм (так что моя лошадь стала наступать на задки саней). Собр. † Пирĕн пек çамрăк ачисем çуна çине тухмасăр юрламаççĕ. Юрк. Шăвăç хыçлă çуна, сани с жестяным задком; сани, задок которых обит рогожей. Анат-Кушар. Çуна янрать — сивĕтет пулмалла (к морозу). Ёрдово. † Пирĕн çони çона пек, ыр-çын хĕр(ĕ)сен арчи пек. Кан. Мана хирĕç çуна кӳлнĕ лаша (лошадь, запряженная в сани) лепĕстеттерсе килет. Юрк. Наклатсем епле сут тунă чухне ешчĕк тĕпне ларса юлаççĕ, эсир те, çавăн пек, ларса пынă чухне çуна тĕпне ларса юлтăр. Çирĕк-к. Çуна: хыçли, çари (дровни); çуна сакки. Орау. Ни çуна, ни урапа, çӳреме çук ĕнтĕ (в распутицу). || Воз (на санях). Орау. Çуни-çунипе турттара-турттара тухаççĕ. Вывозят целыми возами (на санях). || Воз (с сеном). Орау. Çунана (воз с сеном) çут çанкаллă турăм.
çунаска
салазки. Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă (один позади другого) çонăска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. См. çунашка.
çĕр хапхи
земляные ворота. Альш. Унтах тата пĕр çулĕ, ялта пĕр-ик-виç хут умлă-хыçлă вут тухнă хыççăн, чăвашсем: çĕнĕ вут кăларас, тенĕ. Кивĕ çурта (на старое место деревни) кайса „çĕр хапхи“ тунă. Икĕ енчен çĕре алтса пырса, варрине тимесĕр хăварнă. Ăна хапха пек тунă та, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхĕ, этемми çавăнтан витĕр тухнă. Çынсем, выльă-чĕрлĕхсем тухнă чухне, çĕр хапха çинче пăшал персе тăнă. || Назв. урочища. Чув. Кулатка. Çĕр хапхи. Анкарти хыçĕнче пĕр тарăн варта пĕр лупашкана темĕшĕн „çĕр хапхи“ теççĕ. Ун витĕр турă сурăхсене, ĕнесене, лашасене хăваласа кăларнă, тет; вăл вырăна çынсем хисеплеççĕ.
тăкăн
литься, выливаться, проливаться; сыпаться, осыпаться, падать. Баран. 139. Çырмасем ĕмĕр-ĕмĕрех тинĕселле юхаççĕ, çапах тинĕс тулса тăкăнмасть. Пухтел. Кăвас тăкăнса пĕтнĕ. Тесто ушло. ПВЧ 131. Юри кайрăм вăрмана çулчĕ-çулчĕ тăкăнса пĕтнĕ чух. N. Хирте тырă тăкăнса выртать (осыпается). N. Йывăç çинчен йор тăкăнать. N. Тĕк-мамăк тăкăнни. N. Тăкăннă иккен хĕрлĕ улми çилпелен. О сохр. здор. Çав хупăланса юлнă чечек вара, пĕр виç-тăват кун тăрсан, тăкăнат. ЧП. Нуммай лармĕ, час тăкăнĕ (сар чечек). N. Нарута чавсапа тĕртсе ярса нарут пĕтĕмĕшпе тăкăннă, тет. (Из сказки). Сред. Юм. Ыраш тин çиç ешлĕччĕ, пĕр май уяр полчĕ те, тавна тăкна пуçларĕ. N. Ыраш, тутти, тăкăнать, пĕр май çил тăрать. N. Камăн темĕн тĕрлĕ ылтăн-кĕмĕл тăкăнса выртать? N. Вĕсен кĕлечĕсем тăп-туллиех: хăшне пăхнă, вăл тăкăнса тăрать. О сохр. здор. Çав чирлĕ çынтан тăкăннă япаласем (при оспе)... Яргуньк. Çав кӳлĕ куçнă чухне пулăсам тăкăнса юлнă. || Выпадать, вылезать. Трахома. Куç-хупаххи шыçса кайнă, хăрпăхĕ тăкăнса пĕтнĕ. Ала 95. Ачин вара ури чĕрнисем пурте хăрса типсе тăкăннă, тет (от обморожения). || Валиться. Орау. Виçсĕмĕр те пĕр вырăн çинех тăкăнатпăр (о спанье). N. Эпир харăс-харăс пере-пере, тăшмансем утă çулнă пек тăкăнчĕç. N. Эх, мăн-тарăн çемйисем, тăкăнса юлчĕç Тилечер ялин варрине! N. Хамăр кил-йышĕпе сĕтел тавра шĕкĕр ларса тулнă. Тутах тăкăнмасть. Саккăрăн çав хамăр. || Слетаться на озеро (о птицах). || Расходоваться, тратиться, издерживаться. Юрк. Ахаль тăкăнса çӳренни анчах. Только бесполезные расходы (а толку нет). || В качестве вспомог. гл. Букв. 1904. Шăвăç хыçлă лайăх çунасемпе чĕннĕ хăнасем килсе тăкăнчĕç.
хыçлă
имеющий зад, заднюю часть, спинку. Собр. Çук çын çуни хуп хыçлă.
хыçлă çуна
хыçлă çона, сани. К. Розанова.
хăш то посан
который-нибудь. N. Пĕр кон пĕр писма, тепĕр кон тепĕр писма ярăп; виç кон омлă-хыçлă ярсан, хăш те посан çитет.
куçăм
описка, вм. куççăм? N. Ăна хирĕç пĕр улпут куçăмпа килет, тет. Образцы 65. Аслă çул хĕрринче чăкăт-курăк, куçăм çӳре-çӳре шурăхрĕ. См. умлă-хыçлă.
кучăм
то же, что куççăм, гуськом. Сред. Юм. Кучăм — хĕлле икĕ лаша умлă-хыçлă кӳлнине калаççĕ. Ib. Хĕлле ик лаша кӳлнĕ чохне пĕрне вĕрен тăрăх мала кăкараççĕ; çапла кӳлсен вара: кучăм кӳлнĕ, теççĕ.
кăлтăртат
(кы̆лды̆рдат), гл., показывающий подр. стуку некоторых вращающихся предметов. СТИК. Урапа кăлтăртатса пырат. (Печĕкçĕ урапа тикĕс çĕрте кусса пырат пусан, унăн сасси питех шултăра пулмаст, пĕр еррипен кăна кусса, кăлтăртатса пырат. Пысăк урапа тикĕс çĕртен хытă кусса пырат пусан, тата вăл урапи питех тĕреклех мар пусан, е çулĕ пит хытă пусан, кăлтăртатса пырат пулат) КС. Укçа кăлтартатса кусса карĕ (покатилась); то же и в Сред. Юм. Епир çур. çĕршыв. 18. Ункă (назв. реки) çинче арман пĕвисем пур; пĕвисем патĕнче армансем кăлтăртатса авăраççĕ. || Греметь. Ал. цв. Вăрманта аслати кăлтăртатнă пек, ахăлтатса кулнă сасă илтĕнсе каять. Изамб Т. Аслати кăлтăртатат. Хăр. Паль. 32. Кăлтăртатнă сасă илтĕнет. Альш. Акă çичĕ-сакăр лав умлă-хыçлă кăлтăртатса килеççĕ. || Ворковать (голубь). Изамб. Т. Кăвакарчăн кăлтăртатат. АПП. † Кăвакарчăн кăлтăртатат, симĕсĕн-кăвакăн курăнат. || Кулдыкать (об индюке). Якейк. Пыркка аçи кил хошшинче кăлтăртатса (кы̆лды̆рдатса) анчах çӳрет.
кăшавай
(чит. кы̆шаваj), кошовка. ЩС. Кăшавай, кшовой, кошшофка (кошо-) — тимĕр кут хуплă çуна, кошовка (в Кăмак-к. — хыçлă çона).
кĕреш
(к'э̆рэш, к'ӧ̆рэш), бороться. Якейк. Петĕрпе кĕрешнĕ чох эп виçĕ хут ола-хыçлă (подряд) аяла полтăм. N. Кам кĕрешсе çĕнет, ăна виç-тăват çăмăрта. К. Кушки. Юлашки çулсенче пирĕн ялти çамрăксем пур акатуйра та пĕр-пĕринпе кĕрешеççĕ. Ib. Арçын ачасем кĕрешсе вылянă (во время «халăх вăкăр чӳкĕ»). Бигильд. Кĕмĕлпеле кĕрешмелле выляма. || Стараться, биться. Б. Олг. См. шолт.
тĕвĕ
узел. См. тӳ, тӳлем. Магн. М. 16. Вилнĕ çын тĕвви. Маленьк. кн. Вил тĕвĕ, чĕр тĕвĕ. Кĕвĕсем. Тарай тутăр вĕçĕсем пурте пурçăн тĕвисем. Этем йăх. еп. пуç. кай. 17. Тĕнчери пур япала та, калăпăр, шутсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр нумай чĕрĕ чунсен йăхĕсем пĕр санчăрăн тĕввисем пек умлă-хыçлă çыхăнса тăраççĕ, тенĕ 18-мĕш ĕмĕрĕн çурри тĕлнелле шветсен учонăйĕ Линней. || Узелки, задоринки, шешурки на кудели. Юрк. Тĕвĕ-çĕрсе е мăтасланса чăмакланнă сӳс пĕрчи (хĕлхем). || Прыщик. N. Çан-çурăма тухнă пĕчĕк тĕвĕ. (Куç). Календ. Ӳчĕ çинче ăçта килчĕ унта шăрçа пек пӳрлĕ тĕвĕсем туха пуçласан... N. Ӳт çинчи темле тĕвĕсем. Сборн. по мед. Ун ăшĕнче темĕн чухлĕ вĕт çеççĕ чунлă тĕвĕсем курăнаççĕ. || Зародыш (яйца). N. Çăмарта тĕввисем, зародыши яиц в курице. || Перегородка в растении. В. Ив. Каркăччине хăне тĕвĕ сыпăк хушши тетпĕр.
тĕппипе
до дна. Кив-Ял. Пачĕç эрех куркапа, астивсе пăх терĕçĕ, савни каялла килсессĕн, тĕппипе ĕçĕттĕм терĕм. Изванк. Тĕппипе ĕçсе яричченех. Юрк. Çук, умлă-хыçлă пĕр канмасăр пĕр-ик тапхăр тĕппипе ĕçнĕ хыççăн, пăртак çăкăр татăкĕ çисе пăхмасан, виççĕмĕшне эпĕ ниепле те ĕçейместĕп, тет. Якейк. Ытла тĕппипех ĕçес мар, хамăра намăс кӳрес мар. || До основания, совершенно. N. Эпир вĕсене тĕппипех пĕтерĕпĕр тесе каларĕ. || Подробно. КС. Ни пушарĕ çинчен çырман, ни ху хăрани çинчен тĕппиперех çырман. || Точно. N. Çапла ĕнтĕ вăрçă пулассине халĕ никам та тĕппипе пĕлеймест.
тĕпек
возвышенное место или возвышенность, происходит от слова тӳпе, верх или вершина. Рекеев. См. тӳпек. СПВВ. Икĕ йĕкĕт ут çулаççĕ, ян яраççĕ миллай тĕпеке. ЧП. Икĕ те йĕкĕт утă çулать, çутăлтарать миллай тĕпеке. Лашм. Икĕ кĕрен ут, пĕр çӳрен ут хăваласа пымасть тĕпеке. N. Икĕ кĕрен пĕр çӳрен, хăваласа пымаст тĕпеке (умлă хыçлă). Макка 91°. Ял тĕпекĕнчи урам. СПВВ. ЕХ. Тĕпек тесе çырман пуçланнă çĕрне калаççĕ. || Поляна. Хурамал. Тавралла вăрман пулсан, вăрман хушшинче уçланкă пулсан, çав уçланка тĕпек теççĕ. || Часть поля, вдающаяся в лес; при этом углы (мысы) леса, образующиеся по обеим сторонам „тĕпек“ при соединении его с полем, назыв. ката. НИП. || Назв. поля около К.-Кушки.
чашкăрт
звукоподр. Сред. Юм. Пăрахут чашкăртса иртсе кайрĕ. (Звук от пароходных колес). Ib. Пăрахут аякран мар иртсе кайсан чашкăртниех илтĕнет. ТХКА. Алтăр-алтăр ăш шывпа мунча чулне чашкăртаç. N. Чашкăрт-ха сăмаварна хăвăртрах. Ну-ка, поставь-ка самоварчик. || Шел. З8. Çĕлен çине юнашар умлă-хыçлă утланса таврăнаççĕ чашкăртса. || Щипать. Б. Олг. Ай, тет, алла чашкăртат (щиплет), йӳççĕ, тет. || Кан. Ку районра çуллахи вăхăтра Иванов чашкăртса çӳренĕ. Ib. Юртакасси çыннисем вăл вăхăтра хăйсен ялне чашкăртса кĕрсе каяççĕ (вьезжают на лошадях верхом).
шуç
ползать. СПВВ. КЕ. Шуç — урапа утни мар, хырăмпа шуса пыни. К.-Кушки. Хырăмпалан шуçса пычĕ (полз). ЧП. Çĕрте çĕлен шуçать-ĕçке. Яргуньк. Яш çын çуни шуç хыçлă, улах тĕлне çитсессĕн, лаши утин те, çуни шумасть. || Двигаться. N. Хайхискер ку вăрттăн шуçса вырать те, кăна яр-ил уринчен хайхи тăрнана. N. Йăвăç пахчи енчен шуçакан тӳлек çил. || Скользить. Слеп. Ора шоçать, скользит. Якейк. Ат ĕçки, мĕн ĕçки, чутах шуçса йолаттăмч. Собр. Çав Тĕрлемес Анукĕнчен чут çиç шуçса юлаттăм.
шăрантар
понуд. ф. от гл. шăран. Якейк. Паян хĕвел шăрантарать анчах (палит). Ib. Паян хĕвел шăрантарсах ярать (прямо-таки палит). || N. Шăрантар, переварить пищу в желудке. КС. Хырăма пăртак шăрантарас-ха. Дать пище перевариться, способствовать пищеварению. О сохр. здор. Хырăм кӳпсе кайсан хырăма шăрантаракан „магнезия“ ĕçес пулать. || Исполнять с чувством (петь, играть и т. д.) КС. Шăппăрне йăмăхтарса (шăрантарса) пыраççĕ (очевь изящно, внушительно играют на пузыре, так что хватает за сердце). Ib. Шăппăр лайăх калакан çын çинчен: шăппăрне шăрантарать, тиççĕ. СПВВ. Х. Юрра шăрантарас. Альш. Вăл юрлама тытăнсан шăрантарат кăна. Шел. П. 16. Хăш чух шăнкăрч юрри пек шăрантартăм. Букв. 1904. Йывăç пахчисенче, пур çĕрте те кайăксем шăрантарса юрла пуçларĕç. Альш. Вăл калаçнă чухне сăмаха шăрантарат кăна. Ст. Чек. Сăмаха вăл шарантарса калаçат. Он говорит очень красноречиво. Сред. Юм. Йăмахха шăрантарайса сăмахлать вит. N. Тутисене пăркала-пăркала, саспаллисене мерчен шăрçа пек умлă-хыçлă шăрантарса пынă. Ст. Чек. Хута вăл шăрантарса çырат. Унăн çырни шăратнă пек тухат (пишет красиво). Кан. Никĕссене хывакан маçтăрсене технĕккăмсем те лайăхах шăрантарса кăлараймаççĕ.
пукан
покан (пуган, поган), первоначально — чурбан, обрубок дерева; стул, табуретка. Скамеечка, которая ставится под ноги (так у многих). СТИК. Пукан, обрубок дерева; употребляется в следующих случаях: 1) кладут под ноги, когда плетут лапти, или употребляется вм. стула; 2) ставят под углы строения. Микушк. † Самар сарă куркисем аллăрта чух, урăр айне пукан пулам-ши? Сирĕн вунă пурнĕр ывăнмасан, пирĕн чĕкеç чĕлхи ывăнас çук. (В этой песне выражена форма угощения гостей хозяином). Якейк. Покан, стул или табурет; для отличия говорят: 1) ахаль пукан — табурет, 2) хыçлă покан — стул со спинкой. СПВВ. ЛП. Пукан = тенкел. Актай. Вуникĕ хуçăк пĕр çӳху. (Пукан). С. Алг. Çутăлсан, хĕвел тухиччен, ăрама пукан кăлараççĕ. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан — йĕс пукан, йăванмĕ-ши урам тăршшĕне? Ib. † Лупашкари пукана шапа пăтти сырса илнĕ. N. Пуçне касса пукан тăвăп. (Угроза). Орау. Лутра пукан пек çӳрет. Ib. Ачисем ун пукан пек (низкие, плотные). Собр. † Путĕр-путĕр путене, путь Хусана каят пуль, тимĕр пукан илмешкĕн, хапха тăрне лартмашкăн, чăнкăр-чăнкăр тумашкăн. Юрк. † Путĕр-путĕр путене, путь Хусана каят пулĕ, тимĕр пукан илмешкĕн, хапхи тăррине лартат пулĕ, хапхи чарик! тăват пулĕ, хайхи килет, тиет пулĕ, тин савăнса килет пулĕ. || ЩС Алăк пуканĕ (çӳлти пукан, аялти пукан). || N. Урапа пуканĕ. || Гиря (у весов и часов). N. Сехет пуканĕ анса çитсен, вăл пит вăрахăн сулланать. С. Тим. Хусантан уккас килмесĕр çутă пукан çутăлмаст. (Çутăлни). ТХКА 66. Канурăн ывăлĕсем те икĕ пăт пуканне вырăсла хапха урлă хăрах алпа ывăта-ывăта каçăрнине хам та темиçе хут курнă. || Крюк у дверей. Чертаг. || Моток. СТИК. Киççипе пуканĕпех илтĕм-ха. Бумажной нитки купил целым мотком. || Борок, несколько низок (рябины). Хурамал. Пилеше пукан туса хунă (= хулă çине тирсе пухса хунă).
пус
, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.
пăкăрт-пакăрт
(-пагы̆рт), подр. урчанию в животе. СТИК. Хырăмра темĕскер пăкăрт-пакăрт турĕ. Хырăм хăш чухне темшĕн пакăртатат; çав пакăртатни уйăрăм умлă-хыçлах пулсан, пăкăрт-пакăрт теççĕ.
пăчăрла
свитый из нескольких веревочек. Тим. † Турă урхамах турта хушшинче, пăчарланă йĕвен пуçĕнче, пукрешкелĕ хăмăт мăйĕнче, çут тăхалă кутлăх çийĕнче, хура хыçлă çуна хыçĕнче.
касă
то же, что кас. Дик. леб. 40. Касă-касă вăйлă çил-тăвăл пулассине пĕлтерет. СТИК. Çил касă-касăпа килсе уласа каят (эсĕ пӳртре ларатăн пусан). Чув. пр. о пог. 167. Касă-касă пĕлĕт — нависшие тучи, из которых идет дождь, сменяющие одна другую. (Срв: касă çил — напор ветра). Карсун. † Касă-касă пĕлĕт пулас-мĕн. Альш. Ывăлĕ ашшĕне хирĕç калать: эй аттем! пĕр касă çумăр килĕ те, ирĕлтерĕ ярĕ. || Отряд. N. Çапла каласа тăнă чух, сăрт хушшинчен пĕр касă çар тухнă. N. Çапла Израил халăхĕ çарри пĕр ушкăнĕ (в рукописи написано: «пĕр касси») çурçĕр енчен хатĕрленсе тăнă, тепĕр ушкăнĕ хĕвеланăç енче пулнă. Шел. 24. Кайăк хур пек кăртипе умлă-хыçлă тăраççĕ, харас утса, юрласа, кассăн-кассăн пыраççĕ. || Часть. N. Мĕшĕн эсĕ çĕр укçинчен пĕр кассине пытарса хăвартăн? Ковали. Пĕр касси (часть кур) сарай хыçĕнче ларать, тепĕр касси урама тухса кайнă. || Квартал. Юрк.
юпа туни
отправление поминок. М. П. Петр. Юпа ту — справлять поминки. IЬ. Юпа туни ― обычай народный. (Это выражение применяется и к православным поминкам, что я и сам слышал в Курм. у.). См. Магн. М. 114, 179. N. Юпа туни. Хулăн йывăçран çын кĕлетки тăваççĕ, сăмси-çăварне, урапа çине выртараççĕ, кашма сараç, пуç айне минтер хураççĕ, çине чаршав витеççĕ. Ăна пӳрте пушăтпала кĕртеççĕ, ун çине çурта çутаççĕ. Вилнĕ çынни ячĕпе асăнаççĕ: çуртна-йĕрне пиллесе хăвар, выльăхна-чĕрлĕхне пилле, çемйӳсене те пурне те пилле, хурăнташ-ăруна пилле. — Асăнма пыракансем пурте çурта çутаççĕ çавăн çине, ăна асăнма пăру пусаççĕ, тиха пусаççĕ, çавăн ашĕпе асăнаççĕ = хываççĕ (татса пăрахаççĕ), çимеççĕ. Тиха пусма вăй çитмесен, виçĕ пус кĕмĕле: виçĕ çĕр тенкĕ паратăп, лере лаша ил, тесе параççĕ. Асăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ. — Ачуна-пăчуна ан хăрат, ратнӳсене-хурăнташсене ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт, теççĕ. Асăнса пĕтерсен, кĕлеткене пушăтпала çĕклесе тухаççĕ. Алăкран тухнă чух виçĕ хут çиллеççĕ: ан хăра, ӳкермĕпĕр. Ачуна-пăчуна пехилле(се) хăвар, теççĕ. Пăлтăр алăкĕнчен тухнă чух та çапла(х). Илсе тухсан, урапа çине кашма-минтер сараççĕ, урапа çине выртарса каяç, чаршав витсе. Хапхаран тухнă чухне: çут тĕпче курса кай, тесе, уçса кăтартаççĕ. Уллă-хыçлă лаша кӳлеççĕ. Малти лашине ывăлĕ утланать, ашшĕ вилсен. Лараççĕ те, туй пекех юрласа каяççĕ. Масар çине çитсессĕн, ташлаççĕ, юрлаççĕ купăспала. Пехиллесе юл, теççĕ. Юпана лартаççĕ вилнĕ çын тăпри çине пуç-вĕçне. Юна тĕпне укçа яраççĕ тăванĕсем; пĕр пус параканĕ: çĕр тенкĕ паратăп, тет и т. д. Юпа тăррине çӳле укçа çапаççĕ: пехилле! теççĕ. Вут чĕртеççĕ пуç-вĕçне, пăру ашне, тиха ашне таткаласа пăрахаççĕ: акă сана аш, çи; пашалу çи, теççĕ. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çавăрнаççĕ: пехиллесе юл; йăвăр тăпру çăмăл пултăр! тесе, тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Япала улăм илсе таврăнмаççĕ, çап-çара урапапа килеççĕ. Лараççĕ, кустара параç: ларса ан пытăр, тесе. Çавăрăнса пăхмаççĕ. Киле килсен, пурте, лаша кӳлнĕ çынсем, хăй (в дом умершего) патне кĕреççĕ. Тултах алă çăваççĕ. Кĕрсен, хăма сыпăкĕнчен иртиччен, курка сăра параççĕ. Унтан яшка çиеççĕ. Пуçламан çăкăр хураççĕ, ун çине пуçламан чăкăт, ун çине çурта çутаççĕ. — Пехиллесе кай! теççĕ... Ĕлĕк малтан вилнисемпе пĕрле асăнса хываççĕ. ― Асаттесем, асаннесем! Ерсе кайăр, анхăратăр. Йывăр хуйха куртăмăр! тесе, такапа чӳк тăваççĕ. — Эй турă, каçар! Ӳкĕнтĕмĕр пулĕ, йывăр хуйхăпала тем ытла сăмах каларăмăр пулĕ, — турă, каçар, çырлах! Амин.
вĕçтер
понуд. ф. от гл. вĕç. КС. Шăнкăрч чĕпписене вĕçтерчĕ (пустил летать своих птенцов). N. Кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ, тет. («Где тонко, там и рвется»). N. † Сăрт айĕпе çол турăм, çил-тăман килсе вĕçтерсе карĕ (занесло метелью). Якейк. Тыр вĕçтерес ― таса мар тырра çил пор çĕре илсе тохса, вĕçтерес, тени полать. Шăналăк сараççĕ те, пăтаккапа çав шăналăк çине тыррине йохтараççĕ; вара пор çӳпĕ-çапă вĕççе кайса пĕтет, пĕр таса тырă анчах йолать. N. Куç курми вĕçтерет (бушует пурга, буран). N. † Хранцус тутăр вĕçтертĕм (пустила развеваться) савнă тусăм кăмăлĕшĕн. || N. Мĕшĕн ачан ăйхине вĕçтертĕр? Зачем вы разгуляли ребенка? || N. Ăша вĕçтерекен (тоскливые) шухăшсем. || Сказки и пред. чув. 14. Утă пĕтсен, тыр вырма хура халăх вĕçтерет (спешит, стремится). Ч.С. Эпĕ, çак сăмахсене илтсенех, тăр та, нимĕн чĕнмесĕрех, киле çарранах вĕçтере патăм. N. Иван вара çавăн чухах кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çĕрелле (где виднелся сине-зеленый туман) лашине вĕçтерчĕ, тет (припустил). Б. Яныши. Эпĕ апи апла пурнине (= пынине) курсассăн, часăрах килелле вĕçтере партăм. Ib. Эпир, уя тухса тарас тесе, тирне-тирне (= тирĕне-тирĕне, спотыкаясь) вĕçтере партăмăр. Орау. Туххăм вĕçтерсе кайса килем-ха (сбегаю). Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă соваска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. || Хыпар № 25, 1906. Ялсенче халĕ час-часах студентсем çинчен калаçаççĕ. Вĕсем çинчен темĕн те пĕр вĕçтереççĕ (пускают слухи). Ib. № 23, 1906. Удел вăрманĕсене ют патшалăхри хуçасене сутаççĕ, терĕç. Анчах вăл тĕрĕс мар иккен, ăна веçтерсе-калаçнă. КС. Ял тăрăх çăмах вĕçтерсе çӳрет (сплетничает). || Завражн. Вĕçтерсе тăкам ак! Изобью! || Форсить.
йĕркипе
йĕркипа, по порядку, по очереди; подробно. N. Йĕркипе ал тытса тухрĕ. Со всеми поздоровался за руку. Регули 1280. Йĕркипе омлă-хыçлă каяççĕ. Идут по порядку, один за другим. Изванк. Унтан вара, йĕркипе ларса, апат çирĕмĕр. Потом все сели в ряд и доели. N. Пысăкрах-кăна çыру çырса ярса, мана пĕлтер йĕркипе (сообщи обо всем подробно). Орау. Сив енчен кăнтăрланалла йĕркипе вĕççи-хĕрисĕр ту пырать. С севера на юг беспрерывно тянутся горы. КС. Çырмара халăх йĕркипах (сплошь) выртаççĕ.
вил
умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.
ола
отсюда: ола-хыçлă.
ола-хыçлă
один за другим, гуськом. Якейк. Пĕвесем ола-хыçлă выртаç. Пруды лежат один за другим, по одному направлению.
уллă-хыçлă
гуськом. V.S. Вĕçсĕр-татăксăр, уллă-хыçлă карталанса пыни. Ср. Алг. Уллă-хыçлă лаша кӳлеççĕ.
умлă-хыçлă
один за другим, гуськом. Филарет. Мил. Çĕр ĕçлесе пурăнаканăн ĕçĕ, умлă-хыçлă пилĕк вăрçă евĕрлĕ. Стюхино. Умлă-хыçлă. N. Лашисене умлă-хыçлă кӳлеççĕ: тĕпе ик лаша, мала пĕрре, е тĕпе виççĕ, мала иккĕ, унтан пĕрре (6 лошадей). Сред. Юм. Тип-пăрахутсем (паровозы) кăш кôхне икшерĕн пĕрле кăкарса каяççĕ, çавсене: омлă-хыçлă кайрĕç, теççĕ. История 28. Темиçе çул умлă-хыçлă выçлăх пулнă.
умлă-хыçлăн
гуськом. Толстой. Умлă-хыçлă вăрмана кĕрсе кайрĕç (они).
ома
в выражении: ома-хыçлă.
ома-хыçлă
один за другим. Моштауш. Тата çав çырмарах шыв армансем лартнă. Армансем ома-хыçлă пекех ларса пĕтнĕ.
оммă-хыçлă
то же, что умлă-хыçлă (ошибка?). Янгильд. Козм. Петĕрпе оммă-хыçлă çонаска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр.
унлă-хыçлă
то же, что умлă-хыçлă. Б. Араб. Б. Атте ........ хуп-хура улача кĕпе тăхăнса, пăсташ пулчĕ те (взял я себя роль пăсташ'а), витерен упаленсе тухса, мелкерен тунă лаша çине юмăçпа унлă-хыçлă ларса, хапхаран тухса кайрĕç. (Пăсташ тасатни).
кресло
сущ.сред.
кресло (хыçлă, çемçе пукан); кресла самолёта самолёт креслисем; сидеть в кресле креслăра лар
вереница
карта, ушкăн, умлă-хыçлă пыракан йыш; дикие гуси улетают вереницей кайăк хур карталанса вĕçсе каять.
возок
м. кӳмеллĕ çуна, хыçлă çуна.
град
м. 1. пăр (çӳлтен çăваканни); дождь с градом пăрлă çумăр; 2. перен. (множество, обилие чего-л.) кĕтӳ, купа, тем чул; град насмешек çине-çине тăрăхлани; под градом пуль çумăр пек çăвакан пульăсем витĕр(ех); 3. в знач. нареч. градом купипе, пĕрин хыççăн тепри, умлă-хыçлă, шапăрах; пот лил с него градом ун тăрăх шапăртатса тар юхнă.
кряду
нареч. разг. умлă-хыçлă, пĕр харăс, йĕркипе, пĕр вĕçĕмрен; два года кряду умлă-хыçлă икĕ çул.
подряд
нареч. йĕркерен, йĕркипе(х), умлă-хыçлă, хĕмĕл, пĕрин хыççăн тепри, пĕр вĕçрен (е майран); прочитать подряд сто страниц пĕр вĕçрен çĕр страница вуласа тух; рубить подряд йĕркипех каç; рассесться подряд йĕркерен ларса тух; три дня подряд шёл дождь виçĕ кун умлă-хыçлă çумăр çурĕ.
поезд
м. 1. поезд, пуйăç; 2. (вĕреница повозок) умлă-хыçлă лав; ◇ свадебный поезд туй ураписем.
последовательный
прил. 1. (следующий один за другим) йĕркеллĕ, умлă-хыçлă, вĕçе-вĕçĕн; последовательное соединение труб пăрăхсене вĕçе-вĕçĕн сыпăнтарни; 2. (логичный) йĕркеллĕ, шайлашуллă, майлă, йĕркипе; последовательный рассказ йĕркипе каласа пани.
стул
м. 1. (хыçлă) пукан; 2. мед. тула тухни.
цугом
нареч. 1. мала ярса, умлă-хыçлă (кӳлни); 2. разг. (вĕреницей) вĕçе-вĕçĕн, пĕрин хыççăн тепри.
ум
[um]
antaŭ, antaŭa parto, fasado
чӳрече умĕ — fenestra breto
умра, умăнта, умĕнче — antaŭ iu aŭ io, antaŭe
ман умра — antaŭ mi
куç умĕнчех — antaŭ okuloj
кун умĕн — antaŭ tio
уяв умĕнхи кунсем — antaŭfestaj tagoj
ман ума кил — venu al mi
умлă-хыçлă — unu post la alia
çум — apudejo
хула çумĕ — antaŭurbo
çума, çумна, çумне — al, proksmime
ĉe, antaŭ
çумра, çумăнта, çумĕнче — apud
пуçлăх çумĕ — vicdirektoro
хыç
[hyŝj]
malantaŭa, posta parto
пукан хыçĕ — dorso de seĝo
хыçа, хыçне — post, malantaŭ
хыçа-хыçăн — unu post la alia
хыçал — malantaŭa parto
хыçала — malantaŭen
хыçалта — malantaŭe
хыçалтан — de malantaŭe, de post
хыçалти — malantaŭa
хыçĕнчи — tiu kiu estas maltaŭe
хыçлă — dorsohava
хыç сăмах — postpozicio
хыççăн — post
ун хыççăн — post li
апат хыççăн — post manĝi, post manĝo
хыççăнхи — post-
вăрçă хыççăнхи çулсем — postmilitaj jaroj
Тутана тăс
Тутана тăс [пăр; ус] надувать / надуть губы [губки].
Эпĕ [Сантăр] тутана тăсса, сĕтел хушшине кĕрсе лартăм, кĕнеке вулам пекки тăватăп, анчах пуçа нимĕн те кĕмест. А. Талвир. «Мĕн тутуна усрăн мăрса?» — калаçрĕ вăл хăй тĕллĕн, пӳлĕмре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе. К. Турхан. Каччă, тутине пăркаласа, хыçлă тенкел çине кайса ларчĕ. В. Ухли. Старик, çăварне йӳçĕ япала хыпнă пек, тутине пăркаласа илчĕ. Г. Краснов-Кĕçĕнни.
кроссовка
ç.с. Резина тĕплĕ, çӳллĕ хыçлă çăмăл пушмак; кросс пушмакĕ. Хаш та хаш сывлаççĕ ашшĕ-амăшĕ, çуллахи вăхăтра ачана пĕр кроссовка ĕçлесе илмелĕх ăçта ямалла. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Улттăн пыраççĕ те ... 15 çулхи арçын ачана футболкипе кроссовкине хывма хушаççĕ. ХС, 6.08.1999, 2 с. Упнер вăтам шкулĕнче 15 çулхи М. пĕрле вĕре-некенĕн кроссовкине «уралантарнă». Т-ш, 1999, 7 /, 8 с. Шурă носки спорт костюмĕпе, кроссовкипе лайăх. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с.
— çăмăл кроссовка (К-н, 1986, 19 /, 11 с.); ют çĕршывра кăларнă кроссовка (Х-р, 4.09.1992, 1 с.); юрăхлă кроссовка (Х-р, 6.02.1993, 2 с.).
кроссовки
ç.с. Резина тĕплĕ, çӳллĕ хыçлă çăмăл пушмак; кросс пушмакĕ. Хаш та хаш сывлаççĕ ашшĕ-амăшĕ, çуллахи вăхăтра ачана пĕр кроссовка ĕçлесе илмелĕх ăçта ямалла. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Улттăн пыраççĕ те ... 15 çулхи арçын ачана футболкипе кроссовкине хывма хушаççĕ. ХС, 6.08.1999, 2 с. Упнер вăтам шкулĕнче 15 çулхи М. пĕрле вĕре-некенĕн кроссовкине «уралантарнă». Т-ш, 1999, 7 /, 8 с. Шурă носки спорт костюмĕпе, кроссовкипе лайăх. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с.
— çăмăл кроссовка (К-н, 1986, 19 /, 11 с.); ют çĕршывра кăларнă кроссовка (Х-р, 4.09.1992, 1 с.); юрăхлă кроссовка (Х-р, 6.02.1993, 2 с.).
Çавăн пекех пăхăр:
умилительный умилостивить уминать умиротворение « умлă-хыçлă » умлăн-хыçлăн умнеть умножать умножаться умножение