Шырав: ярапа

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

сапака

6. уст. общее название
пуговиц, подвесок, сережек с ушком или петелькой

кĕмĕл сапака, ылтăн ярапа яраймарăм хамăн хăлхана — фольк. не довелось мне носить серебряных сережек с золотыми подвесками

ярапа

1.
кисточка, кисть, бахрома
подвеска, украшение

тутăр ярапи — бахрома по краям платка
шăрçаллă ярапа — подвеска из бус
йăрăм-йăрăм ярапасем — кисточки из разноцветных ниток
ярапа яр — украшать кистями и подвесками

ярапа

2.
гроздь
кисть

хăмла яраписем — гроздья хмеля

ярăм

3.
то же, что ярапа 2.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сапака

(сабага), кисть. Зап. ВНО. Çĕмĕрт сапаки пулать, пилеш сапаки пулать. N. Сапака, продолговатая кисть. Сред. Юм. Пилеш сапаки, çĕмĕрт сапаки. СПВВ. КЕ. Сапака = çупкăн; пĕр çеçкере темиçе çырла пулсан, çавна çупкăн теççĕ. СПВВ. ГЕ. Сапака; пилеш сапаки, çырла сапаки пулат; тата шăрçа сапаки пулат. Яргуньк. Çĕмĕрт сапаки, кисть черемухи. Слеп. † Вăрман виттĕр тохнă чох, пилеш сапаки çапăнчĕ, çампа хĕрлĕ полтăмăр. || ЧП. Ик сапака çырла. N. Иçĕм-çырли сапакинчен пиçмен çырлисем тăкăннă пек тăкĕ вăл хăй çырлине. Чеб. Халь сапакисемпех татар, кайран иртĕпĕр. Ст. Чек. Сапака — черешки, на которых держатся ягоды в кисти. Ib. Сапаки-мĕнĕпе татнă. Ib. Çырла аври, плодоножка соцветия; çырла сапаки, черешок отдельной ягодки. СТИК. Сапака, стебелек. Улма сапаки — черешок яблока; укçа сапаки — нить, которою прикрепляют монету для украшения. || Снизки. ЧП. Тарăн шыва кĕтĕм ăшăк тесе, мерчен сапакисем (снизки) пур, тесе. В. Буян. † Вуникĕ мерченĕн сапаки çук, пирĕн çамрăк пуçра телей çук. || Ст. Чек. Сапака — ушко монеты и пр. украшений. С. Тим. † Тăлăх-турат ывăл-хĕр — тăхлан тӳмме сапаки (то, чем придерживается пуговица, напр., у металлической пуговицы). N. Авалхи укçа — кив укçа, хăлхăрсене йывăр ан ярăр, сапакисем начар — чăтас çук. || Круглая красная пуговица с металлическим стержнем (на старом костюме). Тайба-Т. Сапака, шаровидная пуговица с петелкой. || Серьги. N. † Кĕмĕл сапака, ылтăн ярапа, яраймарăм сылтăм хăлхана. || Так называют penis у ребят, которые едва умеют ходить и говорить. Так, напр., говорят: сапаки пур-и? Янтик. См. сапак.

сарă

(сары̆), назв. женского наряда. См. сар. В Русском Государственном музее имеется целый ряд сарă, собранных в различных местах чувашского населения. Продолговатый лоскут материи, обшитый по краям ленточкой; на экземпляре, виденном мною в М. Карачкине, на лоскуте по красному полю, было четыре прямоугольных вышитых узора: одна пара над другой; по всему нижнему краю сарă висели кисточки (шерепе). Пшкрт. Сарă. Их привязывали кругом всей талии несколько. Мĕлĕш. Ку (не этот) тăватă сарра пĕрле çакса çӳренĕ. Разг. С. Мих. 24. Сарă, назв. убора („в роде длинного корсета“). Ст. Чек. Женщины и девушки привешивают „сарă“ сзади к поясу. Имеет оно форму трехугольника, по нижнему краю нитяные кисточки (ярапа). Ib. Сарă — особый поясочек, назади хвост из полотна с узорами. Юрк. Сарă, старинный женский наряд, трехугольник, привешиваемый к поясу сзади, на нем были шелковые узоры. К.-Кушки. Сарă çыхнине ваттисем анчах пĕлеççĕ, çамрăксем ăна пĕлмеççĕ. N. Сарă (наряд) — сар çиппинчен тăваççĕ. СПВВ. Сарă — подвязка у девушек. Микушк. Сарă; çӳçи — шаль пурçăн, ăна тĕрлĕрен шаль çиппипе тĕрленĕ. N. Ĕлĕк хĕрарăмсам той чохне çома сарă çакнă, тет. Она сентел (красный цвет) çине те туса, куак çине те туса, тĕрлесе. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ, çитмĕл кĕпем пурччĕ ман, сакăрвун мăшăр саррăм пурччĕ. Ib. Сарăн шерепи полать. См. шерепе. Такмак. Йĕм тăхăн та сарă çых, кĕпи хăтаран. N. Сар сыппи çукки (у кого нет) тăларан тăвăр. (Такмак). Богдашк. Сар сыппи çукки мучаларан тăвăр. См. çинçе. Альш. † Саррăн хӳри сар чечек, сарăп-çыхăп, мĕн тăвăн? Названия частей сарă: 1) сар сыппи или кут сыппи (широкий поясок сзади, к которому пришивается лоскут холста, составляющего основу сарă); 2) пиçикки (узкие пояски, пришиваемые к сар сыппи); З) сар туни (лоскут холста, основа сарă); 4) сар хӳри или сар çӳçи, сар шерепи („хвост сарă“, все нити, висящие от сар туни); 5) сар ярапи или сар пачаки (боковые кисти); 6) сар хĕрри или сар çивĕтĕш (отделанные края ­сар туни); 7) сар шăтăкли (кружево у нижнего края сар туни); 8) касман шăтăкла (мережки у верхнего края сар туни); 9) ярапа куçĕ (узел кисти); 10) хут хуппи (цветная бумага, подкладываемая под сар шăтăкли). [Термины представлены в 1936 г. студ. Чувашск. Пединститута М. Мухиной из с. Карачева, Козловск. р.].

çара

(с'ара), голый. Г. А. Отрыв. Çара ура кĕллипе çӳреме йăлăхтарчĕ мана. Чураль-к. Уйра çара çатма ларĕ. (Йĕтем). Орау. Таçта тупнă (илнĕ) кăсем ку çара сыснасене. СТИК. Эй, çара çăвар, сан суеççӳ хыççăн кайса шыва кайса та вилĕн. Болтун, верь-ка тебе! Ib. Çара çăвар, сан çăмăлкăна кам пĕлмес. || Исключительно, один только, сплошь, в чистом виде; сплошной, чистый. Сĕт-к. Çара чăваш вĕренет. Учатся одни чуваши. Ск. И пред. чув. 59. Салтак картусĕ çара лапра çеç. Баран. 131. Çара хăй кăна тăм пит сайра пулать. Т. II. Загадки. Пĕчĕк пичче çара йĕп витĕннĕ. (Чĕрĕп). N. Вăл ялта çара чăваш пурăнать. N. † Çара порçăнран пиççи турăм, ĕмĕрлĕхе çыхма мар, наччаслăха çыхма. Собр. † Акка, санăн тухью çара кĕмĕл, мĕн тăрассине пĕлетре. КАЯ. Сăхманĕ çара юнлă сĕлеке (весь в кровавой слюне). N. Унăн ăшчикки çара çу. О сохр. здор. Хура-халăх çавăнпа çара çăкăр çинĕ чух вăрахăн çисе-çисе ларать. N. Поçĕ çара йон (чĕп-чĕрĕ йон, поçĕ йонлă). N. Çара сĕт, одно молоко, без примеси воды. Кратк. расск. Пĕтĕм ӳтне-тирне, çанне-çурăмне çара суран анчах туса пăрахнă. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Толст. Эпĕ халĕ ырхан, манăн çара шăмă анчах. Ой-к. Иван лаши çинчен сикрĕ-анчĕ те, курăка утмăл пăт туртакан хĕçпе касмала шăлчĕ те, çара (= пĕтĕмпе) хуп-хура юн пулса юхса карĕ, тĕт. Якейк. Пичĕ-куçĕ çара тосан. Шурăм-п. Хăй çара юн çех, тет. N. Çурăхсем çара тăм кăна киле тавăрăнатьчĕç. N. Çавăнпа çаран çара лачака кăна. Ст. Чек. Ку вăрманта çара юман кăна (состоит сплошь из одного дуба). Орау. Çара чей (без хлеба) хырăма выçтарать. Ск. и пред. чув. 18. Каçхи хĕвел ылттăн пек, йывăç витĕр курăнать; çара вĕçен-кайăк пек, унăн çутти вăйă вылять. Ярмушка-к. Пăхăртан тунă (çара пăхăрах). (Кумган) сделан из чистой меди. N. Çара кĕркунне варринче (в позднюю осень), йĕпе-сапа витĕр, Гай ятлă ял патнелле пĕр ватă çын çывăхарса пынă. || Поляна, луг на возвышенном месте. Пшкрт: тӧβӓрӓ с'ара. Ib. Мăн анаçи мăн çорлине контак çакса хуаратпăр, мăн çарари мăн çавине контак çакса хуаратпăр.

çит-туни

коса. БАБ. Хуçа хĕрĕ сăра ĕçтерсе çӳренĕ чухне, хайхисем ăна юратса чуп-тăван пекки туса, систермесĕр унăн çит-тунинчен пĕрер пĕрчĕн (çуçе) туртса кăларчĕç те, тула тухса, пахчана кайрĕç. || Лента или шерстяная нить, вплетаемая в косу (на конце ее ярапа из шарçа). Ст. Чек. Çит-туни, шерстяная лента длл заплета ния волос. Икково. Çит-тони — 1) çивĕт, 2) çивĕт кантри. Шибач. Çит-тонн, завязка у косы. || Шнурок с кистями, вплетаемый в косу. С. Тим. † Шурăм-карăм пахчана, çит-тунилĕ (с косой) хĕр куртăм. Çивти туни çитмĕл пус, алли туни çитмĕл пус, алли-ури аллă пус, хĕр кĕлетки хĕрĕх пус.

çут шăрçа

бисер. N. Ун хушпи йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах.

çӳçе

(с’ӳз’э), кисточка без бисера, бахрома, махра.. Мункачи. Шибач. Сорпан çӳçи. Ст. Чек. Çӳçе, то же, что ярапа. Шур туттăра çӳçе яраççĕ. НИП. Пурçăн тутăр çӳçисем вĕл-вĕл тăваççĕ. Чуратч. Ц. † Шур тутăра сартăм сĕтел çине, усса ятăм ешĕл çӳçине. СПВВ. Х. † Çыхмăттăм пурçын тутрăма, çӳçи кӳрет илемне. N. † Ейик кушак-пиçиххи, çӳçи çукран илем çук. Микушк. † Шур тутăр сӳçесĕр пулас çук, çамрăк ĕмĕр чыссăр (без чести) иртес çук. С. Тим. † Ах, хăтаçăм, хăтаçăм, чӳрече хуппи шав çӳçе, уçатпăр та хупатпăр. N. † Порçăн тоттăр çуçине кам тӳлесе çитернĕ-ши? Кăçал ман çинчен ят кăларнине кам кăларса пĕтернĕ-ши? Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм. || Скатерть. Сред. Юм. Сĕтел çине çӳçе (елме) сараççĕ.

тавра

крюк (кружной путь, обход). КС. Хулапа (городом) кайсан тавра пулать. || Кружным путем, в обход. Тогач. Тӳрĕ ан кай, тавра кай (кружным путем). Байгул. Тӳрĕ çулпа ан кай, тавра кай, тесе ярать, тет. N. Тавра каян (кружным путем) çу хыпнă, пӳкле каян пăх хыпнă. || Вокруг (послелог). Бес. чув. 14. Çав кӳлĕ тавра эпĕ йывăç лартас тетĕп. Баран. 128. Вăл (ула-катка) нихăçан та тӳрĕ улăхмасть, йывăç тавра çаврăнса улăхать. Кан. Тавралла çирĕп карта тытса лартнă. Орау. Тăрăх виçсен — виç çухрăм, тавра виçсен — çич çухрăм. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Шор-к. Анатра хорал пӳрч пор, çав хорал пӳрчĕ тавра виçĕ хут çавăрăнтăм (три раза обошел). Баран. 134. Пирĕн тавра мĕн тăрать. || Круглый. Трхбл. † Икĕ черкке пек куçăма шăла-шăла, икĕ тавра тутăр пĕтертĕм. || Окрестная местность, окружающее место. N. Çав таврара. БАБ. Киремет ячĕпе пăсни пит хăватлă. Ăна тӳрлетме пултаракан та сахал, ку таврара пĕрре эпĕ, тепре Нурăсра Тăм пуртă Микули пур, терĕ. N. Вăл таврара лайăх пурнакан пит сахал пулнă. N. Пирĕн таврара (у нас) йывăр чирлĕ çын патне кӳрши-аршисем, хурăнташĕсем пыра-пыра лараççĕ. Дик. леб. 52. Вăл калаçнă вăхăтра пĕтĕм таврана (вокруг) тутлă шăршă сарăлнă. Турх. Вĕçен-кайăк çуначĕ вăртлатнă чух, унăн сасси таврана (кругом) янăрать. N. Пĕтĕм тавраран халăх пухăнать? || Окрестный. Янтик. † Çак Тимешĕн (янтиковских) ваттисене тавра ялсем мухтаççĕ. Ib. † Тимеш хĕрне çитесси тавра ялта халь те çук (т. е. в окрестностях нет девушки, которая сравнялась бы с янтиковскими). Юрк. Çакă лайăх хăнасене тавра ялтан пухрăмăр. || Период времени. N. Кăрлачă уйăхĕ 18 декабĕрте тăвать тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. (Уфим?).

тухья

тохья (тухjа, тохjа), назв. девичьего головного убора. Тогаево. † Пирĕн йĕвенни йĕвенле, пуян çын хĕрсен тухйи пек. Кĕвĕсем. Мăкшă симĕс тухьяна кам сăхланмĕ тăхăнма? ЧП. Вылямашкăн, кулмашкăн тухья пуçлă хĕр чипер. Альш. Пуçра тухья (ее части: тăрнашка, çамкалăх — карттус сăмси пекки). СПВВ. ГЕ. Тухья — хĕрсем пуçа тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Тухья, хушпу çумĕнче. Хушпăвăн антăрлăхĕ хыçĕнче яраписем, енчен-енчен виçшер ярапа. Ăна шăрçа тирсе тунă; вĕçне укçасем, 10—15 пуслăхсем, çакаççĕ. Тухьян антăрлăхĕ çумне малтан укçа 10 пуслăхсем, сапакалисен, пĕр шăрçа урлă çакаççĕ. Ib. Тухья вилли — начар тухья. Чăв.к. Выляма-кулма мĕн аван? Тухья пуçлă хĕр аван. ПНЧ. 130. Пуç çĕклейми тохьямччĕ, тыр акнă контă турĕç поль. N. Хĕрсем илемне мĕн курет, тухья-çуха пит кӳрет. N. Тухья тӳпи силленет, сулăк тенки çакмантан. Юрк. Тухья тăрнашки (тухья таврашĕнче), тухья шăрçи, тухья кăшăлĕ. Альш. Ахаттеçĕм, аннеçĕм, тухью хыçĕ курăнĕ, кĕрĕвĕ те курăнĕ, çапах мана çитеймĕ. Чутеево. Тухья хăлхи. Тăрнашки. Перед тухй’и увешивается сверху мерчен’ем. Сверху тухья унизывается мелкими стеклянными бусами (шăрçа). Ib. Тухья ум-çаккине алă çупки сарлакăш сăран е пир татăкĕ çине (чăн) нухрат çакса тăваççĕ; наверху мелкий нухрат, внизу крупный. N. Тухья ярапи пулать. С. Мокш. Тумли тумлат (капля капает), çĕре тимест. (Тухья ярапи). Шел. II. 41. Çĕмĕрт сапакисем пулĕç, тухья ярапийĕ пек. Ст. Чек. Тухья кăшăлĕ — тухья, с которой сняты деньги и бусы. || Назв. кишки около çĕр хурчĕ (книжки). Пухтел.

хушпу

хошпу, женское головное украшение. Б. Олг. Кисессĕн (в доме жениха), каччин амăшĕ орайне пăрахрĕ тенкĕлĕ хошпу: вот сана, кин, тет, çак çутти çине посса кĕр, тет. N. Хушпу представляет из себя полотно в 5 четвертей, сшитое по форме, надевают на голову, и по спине тянется почти до колен, а форма постепенно суживается книзу. Хушпу обвешан бусами, бусовидными кружочками овальной формы. Хушпу надевался на голову с заостренным концом кверху. Хушпу носят на свадьбе. Шорк. Хошпу делается из кожи, на нее сплошь пришиваются монеты в виде рыбьей чешуи, вверху бывают самые мелкие монеты, ниже идут монеты покрупнее, в самом нижнем ряду уже двугривенные. Спереди на самом лбу ниже кожи висят три монеты, одна в середине больше, по обеим сторонам поменьше. По краям хошпу пришивают по несколько рядов мелких бус (шăрçа). Юрк. Хушпу. Ăна маткасем тăхăнаççĕ, кăшкар пек. Тогаево. Пирĕн пĕкки пĕкĕлле, пуян çын хĕрсен хушпуйĕ пек. Альш. Пуçăм тулли хушпăвăм пур, умăм тулли сăркам пур. N. Сакăр шăллă хушпу. N. Условия такие: матери невесты сшить шубу, невесте хушпу из 400 нухрат и денег, 1 пуд меду и подарки разным родственникам невесты. Нюш-к. Хушпу çинчен тăхăнаканни. Ст. Чек. Хушпу çумне çамкана тенкĕ çакаççĕ, икĕ ĕрет укçа, пĕр ĕрет вуншар пус, пĕр ĕрет палттиникшар хушпу хĕррине çакаççĕ, ытти нухрат. Бугульм. Инке хушпу çакнă чух нумай укçа пухрăн-и? Арзад 1908, 52. Вăл (старуха) хăй вилес умĕн ачисене хушпу тенки валеçсе панă. Ib. Селиме хушшинче миçе тенкĕ? Арçури. Хырçă-марçă памашкăн хушпу саклат паратпăр. N. Унтан вара икĕ енчен икĕ хушпулă арăмсем пĕркенчĕк айне кĕрсе ăс парса лараççĕ (невесте). N. Çиччĕн-çиччĕн килтĕмĕр, çичĕ ĕрет хушпуне сакçи шăлли турăмăр. СПВВ. ЕХ. Хушпу, арăмсен пуçне тăхăнаканни, укçаран тунă ĕскер. СПВВ. МЕ. Хушпу, ăна арăмсем тăхăнаççĕ. N. Хушпу тăхăнаççĕ сурпан çинчен. Ăна тăваççĕ: çичĕ рет нухрат çакаççĕ, пилĕк рет укçа çакаççĕ, хĕррине шăрçа тиреççĕ, çамка тăррине шăрçа çакаççĕ, хĕррине укçапа ярапа яраççĕ. Çамка çине укçапа ярапа яраççĕ; тăрĕнне вершка çурă çӳлĕрех тăваççĕ. Ăна чĕн мерченпе тăваççĕ, чи тăррине шăтăк хăвараççĕ. Хыçала хӳре тăваççĕ, ăна пĕр аршăн ытларах тăршăне тăваççĕ. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. Хĕррине шăрçапа пăчăра тытаççĕ. Ăна польский укçапа çакса тухаççĕ. Хыçала тăватă манит, çӳле хушпу çине кĕмĕл тенкĕлĕхсем çакаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăммисен пуçĕсенче хушпу. N. Ун хушпи йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. ЙФН. † Пуçăм тулли хушпум пур, уйăх карти (scr. тарты) пултăр-и? Ăвăм тулли çут кĕмĕл, уйăх çутти пултăр-и!

хӳре

(хӳрэ, х’ӳр’э), хвост. Оп. ис. ч. II. Тилĕ тус хӳри çине çиленет те, хӳрине çавăрăнса çыртма хытланса. Ку тилле анчăксем курах каяççĕ. Лисичка рассердилась на свой хвост и стала вертеться, стараясь его укусить. Вдруг лисицу увидали собаки. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). А.-п. й. 14. Ăçта каян, мулкач тус? — тесе ыйтать йытă кĕске хӳрелĕ мулкачран. Ib. 6. Кушак, кутăн тăрса, хурине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. ГФФ. † Торти толли тор лаши те, торти-çони çол майлă та, çилхи-хӳри çил майлă та. Гнедая лошадка сыта и красива, сани и оглобли по дорожке, грива и хвостик — по ветру. А.-п. й. 89. Çак сăмаха каласан, ĕне хӳрине илсе, утрĕ ерипен килне. Ачач 59. Ăна хăваласа та тытмалла мар. Анчах пĕр-пĕр хӳри тăрса юлать юлатех. Çав хӳререн ярса тытсан, таракан тĕлĕке тинех тытса чаратăн. N. Йытă пек хӳрисене пĕç хушшине чикрĕç. Орау. Пулли хурине вылянтарать. N. Пĕр шăшийăн ик хӳре. (Çăпата). КВИ. Çеçен хирте ыр утăм пĕр пĕчченех, йĕвенсĕр, сиксе çӳрет выляса, хăй хӳрине тустарса. Добрый конь в зеленом поле без узды, один, по воле скачет весел и игрив, хвост по ветру распустив. ЧП. Хĕрлĕ хӳре ăшĕнче симĕс хӳре илемлĕ. К.-Кушки. Хĕрлĕ ĕне хӳрине çаран çинчен тупрăмăр. Букв. 1904. Çитрĕ, тет те, хӳрене вакка чиксе ларать, тет. Сред. Юм. Хӳри кĕске тесе пит вĕлтĕрке çӳрекен çынна, шанăçсăр çынна калаççĕ. См. хивре. || Зады. Изамб. Т. Унти çуртсем пурте пĕр енелле, малти çуртсем хӳринелле пăхса лараççĕ. Ib. Çур урамĕ (половина улицы) хӳрипе (задами) урамалла ларать. || N. Тата ман хӳри мĕн пуплет ман çинчен. || Руль, корма на баржах, пароходах, лодках. Сред. Юм., Кашкар., Çутт. 154. Хӳре тытса ларакан старик. N. Çил-тăвăл вăхăтĕнче аптăракан хӳресĕр карап евĕрлĕ. || Хвост ветряной мельницы. N. Арман хӳри. Сюндюк. Хӳре тыт, направить мельницу. Изамб. Т. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрине пăраççĕ. Якейк. Хӳре пуçĕнчен канатăн пĕр вĕçне çыхаççĕ, тепĕр вĕçне йопа патне илсе кайса, ăна онкă пак туса хуçлатса, çав онка ăричак чиксе йопа тавра çавраççĕ, вара хӳре, çавăрнă майĕпе, йопа патнелле пырать. Вăл йопа патне çавăрса çитсен, каната тепĕр йопа патне илеççĕ. || Назв. наряда. Чутеево. Хӳре делается из шерсти или шелка, прикрепляется к косе. СПВВ. КМ. Хӳре, ăна хĕрсем те, арăмсем те çакаççĕ. Хурамал. Чакак, чакак, чакаклать, симĕс хӳрине пăркалать, чипер инке, сарă инке, сарă хӳрине пăркалать. Цив. Çавра шапка хӳрине вуникĕ ярапа яртартăм. N. Хушпу çукки пурак тăхăвăр, хӳре вырăнне кăшман çакăр. (Такмак). Б. Олг. Тури ялта хĕр кортăм, илес терĕм, окçи çок, хӳри саккăр полчĕ. Торп-к. Вăрманта инкĕшĕ Пикенĕн хӳрине татса хурăн тăрне утрĕ, тет. Байгл. Хӳре пурри хӳре тăхăнăр, хӳре çукки кăшман çакăр. || N. Сĕреке хӳри. См. сĕреке. Изамб. Т. Лекнĕ пулăсем хӳринче пухăнса тăраççĕ. || О дожде. Череп. Хӳри кăна тиврĕ. Дождь задел (местность) только краем. || Юрк. Хӳри, кунçаланă çипе ĕçерсен, тытса тăрать. || Полоска хлеба на загоне, которую приходится жать отдельному жнецу. Якейк. Ай-ай Михалăн хӳре мĕн тăршшĕ чăсăлса йолнă. Ib. Он хӳри яланах валта пырать. Ib. Хӳре танаштарас тесе вырса алла касрăм. Ib. Вăл ик çын хӳрине (за двоих) вырса пырать. Ib. Йăван паян конĕпех хӳрере пыч. Ib. Вăл паян хӳререн тоха пĕлмерĕ.

шенкер

голубой цвет. См. сенкер. СПВВ. ТМ. Шенкер — хушка кăвак тĕс. Имен. Шенкер утмăл-турат çеçки. Нюш-к. Шенкер тĕслĕ курăнать кăвакки. Пазух. 10. Эп ярăттăм ярапа, шенкер тĕслĕ шăрçа çук. Бат. Эпĕ тиртĕм ал çыххи шенкер тĕслĕ шăрçаран. Бугульм. Мамăках та минтер чуклă питлĕ, пĕр шенкер çукран илем çук. Кан. Епле çирĕп сăнлă, çамрăк пек шенкер, епле унăн куçĕ тарăн та тискер. Торх. (Шумерл. р.). Çуркунне вĕлле тĕпĕ нӳрелет, çампа çтена çумăнчи пичетленĕ карассенчен пылсам йӳçĕхсе юхма тапратаççĕ. Вĕлле тĕпне юхса сарăлсан, хуртсем те çӳлте пичетсене çима уçса тăкаççĕ. Çав тăкаксем айĕнче шур хуртсем пулаççĕ. Пыл юхнине шенкер юхать, теççĕ (мед скисает). || Медный купорос. СПВВ. ТМ. Шенкер — симĕс тĕслĕ япала.

шерепе

кисть, кисточка (бумажная, шелковая) на поясах, платьях и пр. Зап. ВНО. Шерепе, кисточка из ремня, ниток, бисера и пр. Ib. Ярапа вĕçне тăвакан япалана шерепе теççĕ. Сар шерепи пулать. Хĕрсем çула тĕр пăвнă (тăвнă?) чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? тет. Тепри калать: халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен, тет. Якейк. Шерепе ахаль шăрçаран, ылтăм шăрçаран тăваççĕ. Шерепен пыçăххи çине çакаç те пилĕке çыхаççĕ. Ib. Шерепея хĕрсем пилĕке çыхаççĕ. Пшкрт. Пилĕкçи вĕçне шерепе ереччĕ (иначе: моркко). Зап. ВНО. Шерепе = мурка, мăрка. N. Шерепе бывает и без „шăрçа“. Якейк. Шерепейĕн вĕçĕ ачи ялавсем. Ib. Шерепе тăрри ман пĕтнĕ-ха, çĕнĕрен тумалла. Алик. Шăши тухрĕ, тит те: аки, аки, шерепине мана пар, ху тăра сакайне кĕрсе вырт, терĕ, тет. Шумш. Пирĕн котлăх — котлăх пак, ыр çын арăм шерепи пек. Ст. Чек. Шерепе, мăй çыххи. Чутеево. Шерепе — носят девушки, кисть из бус, прикрепляется к косе. Ильмово. Чупрăм — автăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепем. В. Тим. Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепе; пухрăм-пухрăм — пĕтмерĕ, çипе тиртĕм — çитмерĕ. N. Чопрăм-антăм çырмана, йохрĕ-тохрĕ шерепи, ытти шăрçи порте пор, ылтăн шăрçи анчах çок. (Хĕр йĕри). Синьял. Чупрăм-антăм çырмана, шерепе шăрçа юхса тухрĕ (бусы на „шерепе“). Алших. Чупрăм-антăм шыв хĕрне, çич шерепем татăлчĕ. || Сред. Юм. Котлăх шерепи, кисти привешиваемые к шлее. Пазух. 47. Саккăрпала явнă, ай, чĕн кутлăх, унăн шереписем сар ука. Шурăм-п. Тата шаларах пӳлĕм алăкĕсем çине кăвакрах чаршавсем çакнă. Вăл чаршавсенчен кутлăх шерепи пек шерепесем çака-çака янă. || Кисточки у овса, стручок (гороха) и т. под. Собр. Сĕлĕ шерепи тухни. С. Дув. Сĕлĕ те пăри шерепи, тăкăнать-çке шерепи. ЧП. Сĕлĕпе пăри ярапи, тăкăнат-тăр шерепи. Шурăм-п. Шĕшкĕ шерепи вăрăм пулсан, сĕлĕ аван пулать. || УЯ. Тек тăкăнмĕ каç-ирĕн куççулĕн шерепи.

нухрат

нохрат, ряд мелкой монеты круглой или овальной формы из серебра или олова. Употребляли чуваши в прежнее время для украшения, а также бросали киремети и йирих'у в жертву для умилостивления. СЧЧ. Тата нухратсем шăратса, пуртă çине ярса çап-çутă шăтăклă-шăтăклă япаласем пулса лараççĕ. Вăсене вара çиппе витĕрсе хăйă çине çакрĕçĕ. Йĕрĕхе чӳкленĕ чӳхне яланах çавăн пеккисене тăваççĕ (молились по случаю болезни ребенка)... Пашалуне, юсмансене, тата нухратсене те сĕтел çинех хучĕç (во время того же моленья). Альш. Çĕнĕ-çынни çĕкличчен, çав кĕвенти çине нухрат хурат. Вăл нухратне хĕрсемми илет хăйне. Сред. Юм. Нохрат пик çиç тесе, пит çӳхе япалана калаççĕ. Собр. † Инкем çинче пурăнтăм хутаç тĕпĕнчи нухрат пек. (Хĕр йĕрри). Вил-йăли. Сурпан çинчен (хĕр пулсан пуçĕ çине тӳрех) туттăр çыхаççĕ, туттăрĕ çине, çамки тĕлне, виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ, укçа çуккисем виç нухрат çĕлеççĕ. N. Вара ун хыçăн (после этого) кил хуçи ăçта ассăннă (в местах пребывания помянутых на молении богов по случаю болезни), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Альш. Арçынсен кĕпи умне тата нухрат çĕлесе янă (прежде). Ib. Çав хăмаçĕ (лоскут кумача) çумне пĕрер (один, или два, или три) нухрат пек нухрат çĕле-çĕле янăччĕ (было пришито у них). Ib. † Çӳçĕмсене вырăсла кастартăм, пĕрчисерен нухрат яртартăм. К.-Кушки. † Вуникĕ ярапа вĕçсене эп яртартăм вуникĕ чăн нухрат. Алших. † Нухратма хăлхана ярас мар, нухратма сая ярас мар. Магн. М. 71. Мелим хуçа, çырлах мана! Аша каçар! Киве кĕмĕллĕ нохрат парне парам. Ib. 217. Ай пиччеçĕм, йинкеçĕм, эсĕр мана курас çук, манăн пуçри нухратăм Атăл тĕпне сарăлтăр. Чутеево. Нухрат, общее назв. серебряной и жестяной монеты для украшения. Чăн нухрат, серебро. Ахаль нухрат — жестянка. Янш.-Норв. 1) Хĕç-тимĕр нухрат, повидимому, из сплющенного железа; 2) çапса тунă нухрат, настоящая серебряная монетка (старинная, продолговатая). Сред.Юм. Нôхрат, старинные серебрянные монеты ценою в 1 коп.; çĕн нôхрат — шуçран тунă нôхрата калаççĕ.

алма

(алма), monile e nummis argenteis consertum, quod a feminis. Tschuvaschorum diebus festis gestatur. Род ожерелья. СПВВ. ӨВ. Алма — ярапа, хĕр-арăмсем тенкерен çакса праздниксенче (Iеде: праçниксенче) тăхнаççĕ. Алма — висячее украшение из монет, надеваемое женщинами в празданки. СПВВ. ӨН. Алмана та хĕр-арăмсем çакаççĕ. Алма тоже надевается женщинами. Сред. Юм. Алма тĕкисĕне (lege: тенкисĕне) пĕр-пĕрин çине постарса çакса тохнă май-çыххине калаççĕ. Алма — ожерелье, сделанное из монет, которые привешены так, что края одной отчасти прикрывают другую (как чешуя на рыбе). ЩС. Алмана шăрçа пек çакаççĕ, вăл çурăм çинче ярăмланса тăрат. Алма вешают (на шею) так же, как бусы; она свешивается (и) на спину. Тюрлем. Хăйсем пурте хĕрлĕ кĕпесемпе те атăсемпе; пуçĕсенче тухья, умĕсенче алмапа шӳлкеме; тенкĕллĕ мăй-çыххнсем, урăх илемлĕ шăрçасем те çакнă. Все оне в красных платьях и сапогах; на головах тухьи, на груди алма, шӳлкеме (русские в Курмыш. у. зовут это украшение шельдема) и ожерелья, увешанные монетами; кроме того, на них есть и другие красивые украшеная из бус. N. † Ана çинчи йыт пыршине туй матки алми тунăсем. Из вьюнка, растущего на загонах (convolvulus), они сделали алма для своей свахи. Собран. ЗЗ0°. Алтрăм, алтрăм, алма тупрăм, алтса çитсем кĕмĕш тупрăм. (Сарана). Рыл я рыл, и нашел алма; а когда дорылся, то нашел кĕмĕш (а v. tatar. [араб сăмахĕ], argentum, от тат. кёмёш, серебро). (Загадка: растение „сарана“).

ярапа

(jараба), кисточка (украшение), напр., на шлее, на платке. М. П. Петр. Ярапа — украшение к поясу, привески к поясу, к хушпу, к ожерелью и т. п. М. Тув. Ярапа, кисточка из ремня (из порçăн, шелку и пр.). N. Ярапа —кисточка, унизанная бисером. Зап. ВНО. Ярапа ― кисточка; монета, подвешенная на ниточке с бисером. IЬ. Лаши тавра ярапа-çех. IЬ. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа-çех. IЬ. Ун хушпи (= хушпăвĕ) йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. IЬ. Тухья ярапи пулать. N. Лаши тавра çара ярапа-çеç. N. Ярапа — кисточка из ремня. Никит. † Çитти пултăр чĕнтĕрлĕ, чĕнтĕр пултăр ярапалă Ст. Дув. † Хура шлепкен таврашне вуникĕ ярапа яртартăм. Зап. ВНО. Ярапа-шерепе. См. шерепе. Микушк. † Пурçăн пиçиххи ултă ярапа; пĕр салтатăр, тăван, пĕр çыхатăр. Ст. Чек. Ярапа янă. Ст. Шаймурз. Хура шаль туттăрăн ярапине. КС. Кутлăх ярапи (кисти), пиçиххи ярапи, йĕвен ярапи (антăрлăх ярапи). Альш. Унăн (у нее) аялалла ярапанăн-ярапанăн каллах шăрçа усăнса тăрать.

мамăк

(мамы̆к), пух. Шибач. Хор мамăк (-к’). Пшкрт. Хор мамăк (-к), Шарбаш. Мамăк: 1) пух; 2) вата; 3) частицы, отстающие от пряжи во время тканья и падающие на пол. О сохр. здор. Тĕк-мамăк та çĕр мамăкпа тир тумтир майлах. Якейк. Мамăк пак çĕре ятăр? (Гов. об умершем). ЧП. Мамăк минтер. Ib. Мамăк тат. Кĕвĕсем. Тăваткăл та минтер, хăмаç пит, ялан шурă хурăн (гуся) мамăкĕ. С. Айб. † Мамăк калпак, ука ярапа, асăнать-ши туя каясшăн? Пазух. Хура сăрлă арча сакă çинче, мамăк калпакĕсем те, ай, тĕпĕнче. Н. Лебеж. † Чупа-чупа çырла пухрăм шур мамăк калпаксене туличчен. ЧП. Шур качака мамăксем. Ст. Шаймурз. † Тăваткăл та кĕççе, шурă кĕççе, пурте шурă качака мамăкĕ. АПП. † Машшинара мамăк тапаççĕ, пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлаççĕ. N. Мамăкне çĕленĕ. Простегано. Кĕвĕсем. Шурă мамăк çиппи шур перчетке ялан сирĕн аллăрта куратăп. ЧП. Мамăк тӳшек, пуховая перина. || Деньги. СПВВ. МС. Мамăк — хур мамĕк = укçа; кун мамăкĕ пур-ши? теççĕ. || Кропило (церковное). Яргуньк. Мамăк шывĕ, „Святая вода“. || Вата. N. Мамăк хурса çĕленĕ (о стеганом одеяле). N. Мамăкне çĕленĕ (простегано), КС. Çĕр мамăк (–гэ̆, -к’), вата. Шибач. Çĕр мамăкĕ (-к’), вата. Череп. 'Чăн мамăк, вата. V. S. Çĕр мамăкĕ пирри, „бязь“. N. Хир мамăкĕ, чăн мамăк — вата. Туй. Эпир ларнă вырăна чăн мамăк шăтса тухтăр. (Мăн-кĕрӳ сăмахĕ, ăна вăл тухса кайнă чухне калат). Макка 19. † Сирĕн пӳртĕр пит шурă иккен, ăна чăн мамăкпа мăкланă. Н. Лебеж. Хир мамăкĕ', вата. Ib. † Çеçен хирĕнче хир мамăкĕ; пуçтарса илĕр, хĕрсем, мамăкне, авăрлаттарăр майорăн майрине, çыхтарăр Куртейĕн майрине.

юсалăх

нарядность. См. юсавлăх. К.-Кушки. † Симĕс те кăвак ярапа юсалăха (для нарядности), тиеççĕ. Трхбл. † Йăлтăр-йăлтăр йăлтăрка: юсалăха, тиеççĕ. || Подати, налоги. Собр. 138°. Пилĕк паййи хыçалта вырттăр, пĕр пайне ĕçме-çиме пар, тепĕр пайне патшан юсалăхне тӳлеме пар, турă. (Моленье). || Юрк. «Юсалăх — для починки».

йĕс тавраш

сбруя, отделанная желтой медью (бляхами). N. Лаши тавра йĕс таврашпа ярапа-çеç.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бахрома

сущ.жен.
çӳçе, шерепе, ярапа; платок с бахромой çӳçеллĕ тутăр

кисть

2. сущ.жен.
1. (син. гроздь) сапака, çупкăм; кисть винограда иçĕм çырли çупкăмĕ
2. милке, кистĕк (ӳкермелли, сăрламалли хатĕр)
2. ярапа, шерепе; шаль с кистями ярапаллă тутăр

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

кисточка

1. пӗчӗк ярапа, ҫÿҫе, шерепе; 2. сапака, ҫупкӑм.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

бахрома

ж. 1. çӳçĕ, ярапа, шерепе; шаль с бахромой ярапаллă шаль тутăр; 2. сӳсленчĕк, çĕтĕк; подол с бахромой çĕтĕк аркă.

кисть

ж. 1. (часть руки) ал лаппи; 2. (гроздь ягод) сапака, çупкăм; (овса) шерепе; (лесных орехов) курланкă; 3. (украшение) ярапа; пояс с кистью ярапаллă пиçиххи; 4. кисть (художникăн); милĕк (малярăн); 5. перен. кисть (живопись искустви, художник манерĕ).

подвеска

ж. 1. по гл. подвесить; подвеска проводов пралук карни; 2. (вешалка) çакă; подвеска для фонаря хунар çакки; 3. (украшение) ярапа, алка, çакă; люстра с подвесками ярапаллă люстра.

Çавăн пекех пăхăр:

Яран ту яранга Ярански Ярански ăшни « ярапа » Ярапай-касси ярапалан ярапаллă яраплан Яраппан

ярапа
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
5 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150