Шырав: терт-асап

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

асап

мученический
чир асапĕ — страдания, приносимые болезнью
асап кăтарт — истязать
асап кур — мучиться
асап тӳс — переносить страдания
асап чăт — переносить страдания

асап

3.
истязание, пытка
шăрăхра ĕçлесси — чĕр асап — работать в жару — настоящая пытка

кат

III.

1. подр. —
о толчке

чавсапа кат! терт — толкнуть локтем

кăтарт

7. с некоторыми сущ.
образует сочетания со знач. действия в соответствии со смыслом сущ.:

асап кăтарт — причинять мучения, мучить
хурлăх кăтарт — причинять мучения, мучить
инкек кăтарт — приносить беду
шар кăтарт — приносить беду
канăç ан кăтарт — не давать покоя
пархатар кăтарт — приносить пользу, оказывать услугу
усă кăтарт — приносить пользу, оказывать услугу
хур кăтарт — причинять зло, обижать
ырă кăтарт — делать добро

тăла

суконный
кăвак тăла — серое сукно
хура тăла — черное сукно
тăла йĕм — суконные штаны
тăла сăхман — суконный кафтан
тăла пус — валять сукно
тăла терт — ткать сукно

термен

уст.

1.
сила
возможность

Терт пур та термен çук. — погов. Желание есть, да мочи нет.

терт

1.
мука и муки
мучение и мучения
страдание и страдания
вăрçă терчĕ — невзгоды войны
терт кур — испытать страдания
терт кăтарт — подвергнуть страданиям, тяжелым испытаниям
ку кутăн ачана пăхасси терт — мучение няньчиться с этим капризным ребенком

терт-асап

собир.
муки, мучения, страдания
горе

вăл нумай терт-асап курнă — он видел много горя

терт-хур

то же, что терт-асап

хĕн-асап

собир.

1.
муки, мучения, страдания
хĕн-асап кăтарт — подвергать мучениям
хĕн-асап тӳс — терпеть муки

чĕрĕ

11.
настоящий
сущий
разг.
чĕрĕ асап — настоящая каторга
чĕрĕ мăшкăл — явное издевательство
чĕрĕ тамăк — сущий ад

айăпсăр

4. разг.
невиновный, невинный, безвинный
невинно, безвинно

айăпсăр çын — невинный человек
айăпсăр асап кур — безвинно пострадать

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вил

умирать
падать
(животные)
выçă вил — умирать с голода
сивве вил — умирать от холода
сурăх хытнă кайнă;
вил, вил тум хайарĕ — болезнь, происходящая от умерших пьяниц, самоубийц;
пирĕн аттен ĕне иккĕ вилчĕ, сурăх вун-пилĕк — у нашего отца коров пало 2, а овец 15
вилессе анчах кĕтсе тăнă — ждал лишь одной смерти
вилес умĕнхи асап — агония
вилес патнех çитернĕ — оставили едва живым
кунпа та вилмесен — если не умрет и от этого
асаплантарса вилес патнех çитернĕ — заморил
вили-вилли выртать — лежит, не то умирает, не то нет

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

çынлăх

сколько требуется для человека. N. Икĕ çынлăх апат чиксе кай. Возьми с собой еды на двоих. Изамб. Т. Тăватă çынлăх çăкăр ил. || Человеческая природа, свойство. ЧП. Тăвансам мана пăрахас пулсан, тухат ман çамрăк пуç çынлăхран (перестану быть человеком). Баран. 67. Сана персе вĕлерес пулĕ (убьют), е çĕмĕрсе çынлăхран кăларса пăрахĕç. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. N. Çынлăхран хама хам кăларни. N. † Кунтан, тăванçăм, мана та пăрахас пулсан, манăн пуçăм тухĕ те çынлăхран. Ст. Чек. Хĕне-хĕне, шăмми-çаккисене амантса пĕтерсе, çынлăхран кăларнă (изуродовал, обезобразил). Ib. Ун çинчен усал калаçа-калаçах, (ăна) çынлăхран кăларчĕçĕ (опозорили клеветой). Ib. Ку мĕнле тĕлĕнмелле çын сирĕн, ухмах-им вăл? — Унăн ăсĕ çавăн чухлĕ çав ĕнтĕ, ăна пĕчĕкçĕренпех, вăрçа-вăрçа, хĕне-хĕне, пăсса çынлăхран кăларчĕç. Календ. 1907. Пурна-киле ĕç шухăшне те пăрахать, вăл çынлăхран тухать: машшина пек, ăçталла янă, çавăнталла кайма вĕренет. N. Хăй таса çын пуласшăн, хай ачана çынлăхран кăларчĕ. N. Ашшĕ-амăшĕ умĕнче те, упăшки умĕнче те çынлăхран тухать вăл.

çук çул

голодный год. Кратк. расск. 16. Çук çулсем пурăнма йăвăр. N. Эпĕ сире çук çулсем çинчен пĕр-ик сăмах калас тетĕп. N. Çук çулта асап курнине, кунта çырмасан та, аван пĕлетĕр. Юрк. Çук çул пулат. Наступает голодный год.

çӳп-çап

сор, мусор вообще. N. Çӳппи-çаппи çĕр улттă, вĕрени вĕр улттă. (Шăпăр, çулки). Çутт. З8. Пĕтĕм пахчари çӳп-çапа, сухалама пуçлаччен, шăлса тасатмалла. Етрух. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана. Сред. Юм. Çуп-çап = лăп-лап, сор. Ib. Орайнче пĕтĕмпех çӳп-çап япăхса выртать. ППТ. Çав сĕрен хуллин çӳп-çапĕ (обломки) юлнă çурт пит хĕн-асап курат. (Вин. пад. çӳп-çапне). N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать. || Отбросы при производстве. Кан. Йăвăç çӳп-çапĕсем савăт машинисене хутма каять.

татăл

(-ды̆л), обрываться, отрываться, разрываться, обломиться. Орау. Пĕр-ик-виççĕ чиксе туртрăм та, çиппи татăлса карĕ (татăлчĕ). N. Хĕçĕ (его сабля) те татăлса карĕ, тет. N. Тăха татăлса ӳкрĕ. N. Урисем татăла пуçларĕç. || Отрываться, отстать (в перен. см.). Туперккульос 17—18. Хăшĕ çапла çирĕм çул хăйне тӳрлетекен тухтăртан татăлмасть (т. е. все лечится). N. Выçă тиллĕн куçĕсем çырла çинчен татлаймаç (все смотрят на ягоды). N. Таçтан татăлса çуралса ӳснĕ çын пекех туйăнса карĕ. Календ. 1907. Унта пурăнса салтак килне-çуртне манать, ĕçрен татăлать (отрывается от домашней работы). О сохр. здор. Çынна сиен ан тутăр, тесе, ун патĕнчен татăлма кирлĕ мар. N. Пĕтĕмпех пăсăлнă, таса пурăнăçран татăлнă (отстал). || Переломиться. N. Хора вăрман варăнче (= варринче) хорăн тенел татăлчĕ, вĕрене тенел сыпрăмăр (устроили кленовую ось). || Разрываться (в перен. смысле о сердце). Сборн. по мед. Ача чĕри татăлас пек кăшкăрать. || Прерываться. Изамб. Т. Хыт-сухаран вара Пукравччен ĕç пĕрре те татăлмасть. || Срываться. Ст. Шумат. Унччен те пулмар, Кăтăри (имя героя сказки) татăлч-анч (свалился с дуба). || Вскрываться (о реке). N. Атăл татăличчен, до вскрытия Волги. || Прерываться (о дороге весной). Слакбаш. Çул татăлнă, дорога стала непроезжей (весною). || Переводиться. Шурăм-п. Кăмака çинчен тырă хăшин татăлмасть (не переводится, т. е. все время сушится). N. Ун кил-çуртĕнчен хĕн-асап татăла пĕлмест. N. Куçран кушшу татăлмарĕ (т. е. все время плакала). Суждение. Пĕрре пĕрин патĕнче, тепре тепĕрин патĕнче икшер-виçшер кун ĕçеççĕ — çапла хĕлĕпе сăра татăлмасть. Ib. Пирĕн алăран ĕç татăлмасть. Сборн. по мед. Ун чухне вăл ялта пĕринчен пĕрне ерекен чирсем те питех татăлса пымастьчĕç (не прекращались, случались очень часто). М. Сунч. Чиркӳре вилнĕ çын татăлмасчĕ (постоянно были). СТИК. Ун патĕнчен вырăс татăла пĕлмест. У него всегда русские. || Лишаться. Завражн. Окçаран татăлса карăм. Обезденежел. Собр. Карман тĕпĕнче укçа виçĕ пус та пулсан çӳретмесессĕн, укçаран татăлать, теççĕ. Ст. Чек. Ăйхăран татăлтăм. || Оскудевать. Менча Ч. Ашран-пăшран, тырăран-пулăран татăлса тăмалла тумăсăнччĕ. (Моленье). N. Кашни килĕре пулăран татăлса тăман. || Отлучаться. N. Пирĕн чăвăш килтен татăлмасть. || Сходить (с языка, напр., брань). Йӳç. такăнт. 17. Çăварĕсенчен ирсĕр сăмах татăлмасть (не сходит с языка т. е. они все время ругаются площадной бранью). N. Вăхăтсăр мыскара айван çăварĕнчен татăла пĕлмест. || Расчитаться, расплатиться. N. Тĕрĕс татăлтăр-а? (Из письма; ставится с твор. падежом). Орау. Унпа татăлтăм ĕнт эпĕ. Унпа урăх пару-илӳ çук. N. Халь эпĕр татăлтăмăр иксĕмĕр. Теперь мы в расчете, т. е. уплатили друг другу долги сполна. Изамб. Т. Эпир санпа татăлтăмăр. Мы с тобою в расчете. N. Хăçан та пулсан таталăпăр (расквитаемся). || Быть уплачену. N. Ут окçи татăлман-ха. || Отстать (от других, в пути). N. Манпа пĕрле кайнă ачасам йăлтах вăрçа кайса пĕтрĕç, эпĕ пĕчченех татăлса йолтăм. || Быть решаему. Бес. на м. г. Тата сирĕн халăх хушшинчи кирек мĕнле ĕç те эрексĕр татăлмасть (не решается). || Надрываться (горевать). Альш. Е уйăрăлат та тухат, авлансан — каллах ашшĕ-амăшĕ татăлат (горюют). В. Буян. † Ай-хай тăванăмсем, тантăшăмсем! ан йĕрĕр маншăн татăлса („так, чтобы этот плач потряс тебя, сломил твои силы“). Батыр. Эпĕр атте-аннерен уйрăлса кайнăшăн ан йĕрсемĕр çамрăк ачасем пек татăлса. В. Тим. † Атте-анне, ан йĕр маншăн хурланса, сăпкари ачу (так!) пек татăлса. АПП. † Эпирех каятпăр уйрăлса, атте-анне юлат татăлса. || О горьком плаче. N. Вăл çапла татăлса, йĕрсе тăнă çĕрех пӳрте юлташĕ пырса кĕнĕ. N. Вĕсем пилĕк çул тĕрмере лармалла сут тунă тенине илтсен, татăла-татăла йĕре пуçланă. ЧП. Ан йĕрĕр, хĕрсем, пирĕншĕн татăлса (сильно убиваясь). Пазух. Ан йĕр, тусăм, татăлса йĕрес куну малалла (еще впереди). Ib. Тусăм, ытла та ан йĕр эс татăлса, урăх çынна каймăп, сана пырăп. ЧС. Çумкка (утопленник) ӳтне курсан, тăванĕсем пурте татăлса йĕре пуçларĕçĕ. N. Татăлса макăрас, рыдать. Ау 9°. Ибрахиме курсан, хĕр татăла-татăла йĕме тытăнчĕ. || Выбиться из сил. Трхбл. † Çӳренех те утăм çăлтăр-хушка, татăлминччĕ савни умĕнче. N. Кашкăрăн кĕте-кĕте хырăмĕ вĕçсе татăлас пек выçать. || Уговориться, условиться, договориться. Никит. Çапла йăмахласа татăлсан (когда решили так), пурте килеле саланса пĕтнĕ (они). Никит. Вара ирпе хĕрсем ял хушшинчен чăнах кайăпăр (на опахивание от мора), тесе, пуçтарăнса йăмахласа татăлчĕç. Тюрл. Кçон тапранмаллине кайса татăлас (о начале свадьбы, решить дело свадьбы). Сунт. Малтан Лисукпа калаçса татăлчĕ. Сначала договорился с Лизой. N. Эпĕр унпа хăçан ĕçлеме тытăнасси çинчен калаçса татăлтăмăр. N. Парăмсем пирки калаçса татăлнă тени тĕрĕс марри курăнчĕ.

терĕш

терĕшĕ, относящееся к тому или другому разряду (в значении тавраш ). Завражн. Яш-кĕрĕм терĕш (иначе: тени вăл) хĕрсем тĕлне пĕлмĕ (как не знать! Не может быть, чтобы не знал). Баран. 8. Çын-мĕн терĕш ниçта çук. Ib. 150. Тундрă тăрах тем хулăнĕш юр хĕвсе каять, вара кунта пурăнăç терĕш пĕтет. Ib. 98. Ав унта, сăртра, темĕскер хури курăнать, ахăр çурт терĕш пулĕ. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек, этем тĕрĕшĕ те асап курас çине анчах çуралать. N. Унăн ĕненӳ терĕшĕ те ăслăлăх кăтартнă май çавăрăнса ӳкме пуçланă. || Подобный, похожий. Юрк. † Манит терĕш хут татти, улталарăм карчăка: шӳт вылярăм хĕрĕпе. Ib. 168. Вăрман терĕш пĕрттех çук.

термен

(тэрмэн’), средство (перс.). Н. Уз. Н. Седяк. Терт пур та, термен çук. (Послов.). СПВВ. АС. Термен, тарман = вăй. || Случай, повод. СПВВ. ПВ. Термен çитмерĕ.

терт

(тэрт), мученье, мука (перс.). N. Ĕлĕкхи тертĕм (тяжелая жизнь, в угнетении. Сред. Юм.) асăма килет те, хальхипе кăмăлăм тулса çитет. N. † Ай-хай — çичĕ ютăн аллинчи çынсем унти терте курнипе тĕрексĕрленеççĕ. Сред. Юм. Çавăн тертне тертленсех чôн тохать ĕнтĕ ман. || Энергия, стремление. N. Терт те пур, термек (чит. термен) те пур, вуник çулхи мăйăр та пур (= асапĕ те пур, мулĕ те пур, вуник çулхи ачи те пур). Баран. 141. Пирĕн ăслăрах, ырăрах пулас терт пур. Н. Седяк. Терт пур та, термен (= вăй) çук. || Старание, забота. Баран. 142. Пĕлесшĕн, ырă енне каясшăн тăрăшас терт. Тайба-Т. † Икĕ аллăмра икĕ сулă, пĕрне сутас тертĕм пур. || Нужда. N. Анчах сирĕн чĕрĕрсем хуйхăпа типнĕ çӳçе пек типсе кайсан, сирĕн тертĕр тулли савăт пек хĕрринчен тулсан, ун чух вăл сăнсем сирĕнпе килĕшсе, сире çул кăтартĕç. N. Ах тертI || Труд. СПВВ. Терт, труд, большой труд. || Трудный, мучительный. Сборн. по мед. Ун пек чирлĕ çынна ĕçтерсе, çитерсе, астуса тăрасси чăн-чăнах терт терипе терт ĕç (дело крайне трудное). || Затруднение. Сборн. по мед. Альш. Пит тертпе калаçат (говорит с большим трудом). || Изамб. Т. Çавна çĕклеймесĕр тертĕм тухрĕ (я замучился).

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тутлăх

сытость; питательность; вкус. Сенчук. † Лаша çинче кутлăх, пирĕн умра тутлăх. || Сытый, плодородный. КС. Кăçал çул пит тутлăх килчĕ (плодородный год). Менча Ч. Ĕçес шывăн тасине парăсăнччĕ, тет, çиес çимин тутлăхне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). Т. VI 25. Тыррине тутлăхне пар. (Моленье). || Изобильный. N. Ку тĕнчерен кайнă чурувăн чунне çутă çĕре, тутлăх çĕре, канлĕ çĕре, нимĕнле чир, нимĕнле хуйхă, асап çук çĕре вырăнаçтар. (Из моленья). N. Тутлăх çулпа.

тӳрт

то же, что терт? N. Рига хулине тӳрт куртăр.

тăркачă

то же, что тăркач. N. Эпĕ сирĕн пата çӳре-тăркачах эсĕр мана курайманнине сисмен. Переп. Кала-тăркачах çапла турĕ. Все время твердили, однако сделал так (по-своему). Ib. Çие-тăркачах начарланса карĕ. Постоянно ел, но все равно исхудал. Сред. Юм. Кора-тăркачах вăрлаттарса ятăн-а? На глазах-то ты и позволил украсть? Ib. Ман паян çывра-тăркачă куç-пуç шыçса кайнă. Ib. Куйлана-тăркачă чысти типсе хăрса кайнă. Ib. Карчăкпа старик кĕтеç-кĕтеç, тет, ачисĕне, çок, пĕри те тавăрăнмаççĕ, тет, куйлана-тăркачă чысти ватăлса, чух утакан полчĕç, тет. Баран. 176. Эпир те çаплах: грек тĕнне пĕле-тăркачă урăх тĕне йышăнас шухăш тытмастпăр, тенĕ. Ib. 73. Салтаксем çав тĕрлĕ асап кура-тăркачă, крепоç пуçлăхе парăнман.

харам

бесполезный, напрасный. N. Ватă çын халавĕ харам çĕрте выртман, теççĕ. (Послов.). || Бесполезно, напрасно, зря. О сохр. здор. 52. Апла лайăх тăрантармасăр усрасан, вĕсем сĕт памаççĕ те, вĕсене усрани те харамах пулать. СПВВ. Харам пулчĕ. Шурăм-п. Манăн малтан апат çитерĕ кукаçей тенĕ шухăш харамах пулнă мĕн. N. Вĕсем вĕрентни харамах пулнă. Чăв. й. пур. 31. Сире тăрантарни те харам, сирĕншĕн çăкăр ахаль сая каят, тенĕ. Тюрл. Харам татса сая янă ку корăксене. Ib. Харам сана тăрантатăп. СПВВ. АС. Харам, харамса = ахаль кайрĕ. ТХКА. Тăкак пулмасть, асап сахал, пилĕк-çурăм аманмасть, вăхăт харам иртмест. || Легко достающийся. N. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тупнă укçана пĕтеретĕр. || Легкий, легко переносимый. Чăвашсем. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе тухса каяççĕ вара (после похорон). N. Йăвăр хуйху харам пултăр. || Дармоед. N. Сана, харама, çитеретĕп. Альш. Начар ача çăкăрăн харамĕ. || Вместительный. СТИК. Мĕн харам та... ăçтан парса çитерен! Такую махину разве накормишь. Ib. Çав харама тултарма пĕр капан кайĕ-ха (о большом животе). || Добыча. N. Пăхăрăçă шелех мар, анчах шăрçа ярăмĕ парне кӳрес тенĕ чух пулчĕ вăрă харамĕ. || Ст. Чек. Харам сиксе тухнă. У него появилась шишка (у мироеда).

ху

ты сам, себя. КВИ. Эпĕ асап курнишĕн ху айăплă, эпĕ мар. N. Эсĕ ху, ты сам. Юрк. Ху пĕлетĕн, эпĕ уншăн хĕрĕх тенкĕ тӳлерĕм. КС. Ху патна, ху пек. N. Ху пĕлсе ху пурăн, тенĕ. А.-п. й. 16. Илсе кай мана та хупа. СТИК. Ху каланă сăмахă хăна çаврăнса çиттĕр. (Ылханнă çынна хирĕç тавăрса калаççĕ). || Твой, свой. N. Хăвăнтан ан кăлар. Не расходуй своих денег. N. Эсĕ ху укçуна çухатрăн. А.-п. й. 45. Ларт хăвăн çурăму çине утлантарса, вара çул кăтартăп. Посади на свою спину, тогда покажу дорогу. Альш. Ялта ырă çын кирлĕ, ху тенĕ çин кирлĕ: ялпа ял пĕр тăрат. N. Эсĕ уншăн кулянса, çунса ан пурăн, санăн ĕнтĕ хăвăн хăвна çитрĕ пулĕ. N. Ху чĕлхӳне пĕлекене нумай çăмăл пулать тĕнчере пурăнма. Юрк. Йытă пӳрт çине пăхса улани çын вилессе пулат. Ху пуçна пултăр, тесен çынна сиен пулмаст. Тип-Сир. Пичĕшĕ ăна каланă: халĕ мĕнле кайса илес ĕнтĕ ăна, тенĕ. Шăллĕ каланă: эй, ухмах! ăçтан кайса илен ăна, кайсассăн та ху пуçна çиме кайни анчах пулат, тенĕ. Эльгер. Чăваш çынни, паттăрлан; ху ĕмĕрне ан çывăр.

хăлат

(хŏлат), назв. птицы (род ястреба или коршуна). Б. Крышки. N. Хăлат, кулада, мышелов. Образцы 74. † Астăвăр-ха хăлата, чăх чĕппине сĕтĕрет. Питушк. Хăлат, чĕпĕсем тытакан кайăк. Калашн. 27. Тата хура, мăн хăлат хирте пурăнса кайăк çиет ун çинче, асап кăтартса. Зап. ВНО. Хăлат, хищная птица. || Собр. Пирĕн кинçĕм пуласси хăлатне сарса çӳренĕ, качча кайма тăрсассăн сурпанĕ те кирлĕ пулнă мĕн.

кĕл

(к'ӧ̆л, к'э̆л), пепел, зола. Тогаево. Вара шуйттан çӳри хай чол илчĕ, тет те, чăмăртарĕ, тет; вара чолĕ кĕл полса карĕ, тет. Тим. † Пирĕн çырма пуçĕнче катăк чӳлмек ларат-çке; кайса илĕр, карчăксем, кĕл кăларма юрĕ-çке! Чăв. й. пур. 13. Ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. (Послов.). См. Ск. и пред. 65. Альш. † Кĕпе кĕлерме тытăнсан, чавса таран кĕл пултăм. (Хĕр йĕрри). Ib. Эпĕ сана, пĕрре çĕклесе çапса, кĕл туса прахăп! (расшибу вдребезги!) Сред. Юм. Карчăк кĕл пôлайса вĕçсе кайрĕ, тет (разлетелась вдребезги, от удара 60-пудовой палицы). Синерь. Шăлнĕ (= шăллĕ) тытса çавăрса çапрĕ, тет те, виçĕ куçли (трехглазый) кĕл пулса вĕçсе карĕ, тет. Полтава. Санăн сăнă кĕл пекех (ты бледен). ТММ. Ахалех, ĕçсĕр çӳрекене: кĕл алласа çӳрет, теççĕ. Ск. и пред. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Б. Янгильд. Иккĕшĕ те хăраса кĕл пек шуралса кайнă, тет. Янтик. Мĕнле кăçал çул тӳрленмес? — пăрмай кĕл пек тăрать. НИП. Кĕл пек шурă, кĕл тĕслĕ, бледный (человек). Ib. Кĕл пек шурăхса кайнă. Побледнел как зола. Юрк. Ăшă çăкăр çисе пурăнас чухне, хĕрарăмĕсем ӳркеннине пула, е вутта шелленине кура, икĕ эрне типнĕ çăкăра, кĕл пек пулнине, çисе выртаççĕ. N. Пирĕн асап кĕл пулса вĕçсе кайтăр. Ерех 9. Хăй (она) хăранипе кĕл пек кăвакарса кайнă.

тĕш

цена. К.-Кушки. Çирĕм пакша тĕшне (е: хакне) тăрат. Стоит двадцать белок. N. Ним тĕшне те хумастăп. Ни во что не кладу. К.-Кушки. Тенкĕ тесе панисем тăхлан тенкĕ тĕшне çук. Календ. 1904. Хутран-ситрен хăяр-купăста пулсан темĕн тĕшне тăрать. N. † Ати пачĕ полттиннĕк. Ик полттиннĕк — пĕр тенкĕ, пире, çук çынна, мĕн тĕшне Кильд. Ку çĕр çинче тем чухлĕ хĕн-асап курсассăн та, тамăкри чи кĕçĕн асап тĕшне тăмасть, тесе вĕрентнĕ пупсем.

тĕшле

шелушить (орехи, семечки и пр.), добывать зерна. Ст. Чек. Тĕшленĕ (мăйăр, хĕвел çавмăш). СТИК. Çак мăйăра тĕшлесе çиесси пĕр асап: нимпе катма çук (вынимать из скорлупы). || Молотить. Микушк. Тĕшлесе пӳлмене хурсан, пӳлмере перекетне пар. (Из моленья).

хĕн

нужда, несчастье, страдание, мученье. КВИ. Асап килсен, хĕн килсен, шухăшласа ларатăп. N. Сан чĕрӳ анчах хĕн витĕр савăнаç пĕлместчĕ. Изамб. Т. Халĕ ĕнтĕ çуклăхĕ пĕр хĕн, ывăлĕсем суккăрри тата ытларах хĕн. N. Сасартăк хĕн килсен, икĕ çивĕчĕллĕ çĕççе час туртса кăларма пулать, тесе, эпĕ ăна кăларса пăхрăм. Турх. Ман савăнăç эс пулатăн. Хĕнре сана манмарăм. О сохр. здор. Çавăнпа вăл ĕçлекенсем яланах хĕне ереççĕ. || Трудность. N. Анчах ăна вырăна кĕресси хĕнсĕрех пулман (было не без трудностей). Т. IV. Çуркунне шыв хĕнпе кайсан, çăв йăвăр пулать, теççĕ. Янтик. Шăнкăр-шăнкăр туй килет, пирĕн аппана хĕн килет. (Свад. п.). || Трудные обстоятельства. Баран. 99. Хĕн килнĕ хутра хуçи хутне кĕрет (собака). В Трудный, тяжелый. N. Эпĕр питĕ хĕн çĕрте тăратпăр. N. Эсĕ ĕçлекен ĕçсенчен тата хĕнтерех тата аслăрах ĕçсем пур. Бгтр. Трудно, тяжело. N. Пире ку вăхăтра хĕнтерех килчĕ. N. Епле хĕн пулсан та, çыру ямасăр ан тăрăр. Пухтел. Кусартан пуçне хĕнччĕ-ха. Изамб. Т. Ун чухне тата хĕнтерех пулĕ (труднее). N. Питĕ хĕн килĕ. Пирĕн тăшман пит усал. N. Авалхи саманара çӳреме те пит хĕн пулнă.

хĕн-асап

затяжная болезень. N. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Хурамал. Çав тĕрлĕ хĕн-асаппа (болезнь) асапланма мана питĕ хĕн пулчĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк чӳк тунă чôхне киреметсĕне: хĕн-асап ан пар, тесе тилмĕрнĕ, тет.

хĕн-хур

горе, мученье, страданье. КВИ. Çуралтăм мĕн аннерен хĕн-хур, асап курма çеç. N. Мĕн чухлĕ хĕн-хур курнă мĕскĕнсем! Шел. П. 16. Тем пек йăвăр хĕн-хур курсан та, пурăнма тăрăшрăм тӳрĕпе.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шухăшла

шохăшла, думать, обдумывать, мыслить, помышлять, размышлять, намереваться. Букв. 1900. Сăмаха шухăшласа кала. А.-п. й. 105. Хĕрĕ — шухăшлать те, çапла калать... Дочь подумала и так ответила... ГФФ. Калла-малла шохăшласан, калла та малла шохăшласан, икĕ те коçран коççоль йохать. Как подумаешь хорошенько да подумаешь обо всем из глаз льются слезы. Хурамал. Шухăшламан чухне çав çӳретĕн, шухăшласан чĕлхи çыхланать. Когда я не думаю, то хожу себе спокойно, а как стану думать, немеет (путается) у меня язык. Сорм-Вар. Эсĕ ăна ху шухăшласа тупас çук. Тебе этого не выдумать. А.-п. й. 80. Пĕрре вăл шухăша каять: „эпĕ вĕт нихăçан та пăрçа акса курман, çавăнпа манăн тырă пулмасть-тĕр“, — тесе шухăшлать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. КВИ. Этем çапла шухăшлать, хăй ăшĕнче савăнса. Ib. Асап килсен, хĕн килсен шухăшласа ларатăп. А.-п. й. 83. Ĕлĕкхи пек кăçал та пăрçа акса пăхмалла мар-ши манăн тесе шухăшлать вăл. Шухăшлать те, çуркунне каллех пăрçа акса хăварать. Ib. 93. Пĕр-ик эрне иртсессĕн, куланайне татсассăн, каллех Сахар шухăшлать. Ib. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. Ib. 31. Ну кусене çисе яратăп ĕнтĕ, тесе шухăшласа пырать. Юрк. Уткаласа çӳресен-çӳресен, тата çапла пилĕк-улт сăмах каласан, тата мĕн çырассине шухăшласа çӳрет. СТИК. Шыв кайнă вăхăтра çула тухса кайма ан шухăшла вара. N. Мĕн каламаллине малтанах шухăшласа хурас пулать. Ала 4. Çав вăл шухăшланă тĕлĕнчех вăрман пулнă, тет. N. Хайхийĕн шухăшланă ăсĕ сая кайрĕ, тет. В. Олг. Качака шохашлат: тӳрĕ çынсам çок, тесе. Н. Сунар. Ăсли шухăшличчен ухмаххи çапса ӳкерет. (Послов.). С. Айб. Шухăшлайман чухне шухăшăм çук, шухăшласан пуçăмсем çаврăнаççĕ. Альш. Шухăшламан чухне шухăшăм çук; шухăшласан çамрăк пуç çаврăнать. Ст. Чек. Шухăшлаççĕ пуль ăшĕсенче (про себя). С. Тим. Эпир шухăшлатпăр малалла, пирĕн шухăш юлат каялла. N. Шухăшлах пуçларĕ. Виçĕ пус. 19. Юсас теме шухăшламалли те пулман унăн. Ала 11. Выртсассăн-выртсассăн, хайхи ватă хуçа каллех çамрăк хуçа арăмĕ патнелле шухăшла пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Ун пек ача-пăчапа пурăнаç тума шухăшла. Вот и поживи с такими оболтусами. || Соображать. А.-п. й. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхинчен тухса, шухăшлама тытăнать. Юрк. Ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. К.-Кушки. Ăна-кăна шухăшлакан çын мар. Он бесшабашный человек. || Сравнивать. N. Халĕ те вăл, ĕлĕкхинчен шухăшласан, пит начар хула.

асамçăла

(азамз’ы̆ла), artes magicas exercere, artis magicae ministerio uti, колдовать. Киприан. Вăл, асамçăласа, Иустина çурчĕ çине те .. тĕрлĕ асап янă (насылал различные бедствия).

асап

(азап), cruciatus, tormenta, vexatio, angor, беспокойство; мучение. N. Хăйăран тĕтĕм те нумай тухать, хăйăн асăпĕ те нумай. От лучины и дыма бывает много, и хлопот с нею немало. Бюрг. Капла чисти асап! Это просто мученье! (или: это просто назола, или: это просто наказанье). Изамб. Т. Асапĕ пĕтрĕ. Тата тем курнă пулĕччĕ. (По крайней мере) отмучился, а то еще бог знает, что пришлось бы ему испытать. (Из разговора о покойнике).

асап кур

(азап кур), cruciari, angi, мучиться, страдать. Чхĕйп. Асап курса вилнĕ. Умерли мученнческою смертью.

асап хур

punire, наказать. Чхĕйп. Е патша хăй сăмахне итлеменшĕн пĕр-пĕр йăвăр асап хурасран хăраса анчах кĕнĕ вăлсам тĕне. Или же они крестились потому, что боялись сурового наказания за неповиновение царскому указу.

путлăх

болотистое, топкое место. Н. Тойдеряк. Çак çырмара ĕлĕк хурăнлăх пулнă, тата путлăх пулнă (было болотистое место. Ст. Чек.) Баран. 81. Вырăнĕ-вырăнĕпе путлăх çĕрсем, тĕпсĕр кӳлĕсем пур. Т. V. 115. Путлăх çырмăнтан, сайхалăх кĕперĕнтен, упăнтан-кашкăрăнтан çырлах, турă. (Чӳклеме). N. Асап шăтăкĕнчен, лачакари путлăхран туртса кăларчĕ мана. Кан. Вăл ним çулсăр-мĕнсĕр путлăхсем урлă, сехетре 15 километр кайма пултарать.

ан

(ан), descenders. Ds quolibet motu dicitur deorsum directo. Глагол, имеющий очень обширное значение и употребляющийся для означения всякого движения, направленного сверху вниз. По-рус. передается словами: спускаться, опускаться, сходить, слезать, съезжать, падать и т. п. Якей. Воç çанти çирмая анса шу ĕç. Сойди вон в тот овраг и напейся. Ib. Кошак кăмака (ă почта не слышится) çинчен анса тӳшек хыçне выртрĕ. Кошка слезла с печи и легла за периной. Ib. Çирмая аннă-анман пире чолпа пеме тапратрĕç. Не успели мы спуститься в овраг, как в нас стали кидать камнями. Ст. Чек. Анатсăн ан. Спустись (сойди, слезь), если хочешь. Альш. Сĕвен ку енни ялан та сĕвеккĕн анать. Ку енче Сĕвенелле унта-кунта çырмасем анаканнисем пур. Эта сторона Свияги всюду представляет покатость. На этой стороне, там и сям, в нее стекают речки. Завражная. Чăхсем кашта çинчен анчĕç. Куры слетели с насеста. Ib. Аптратса çитерчĕ, анма та пĕлмеçт. (Ita mulier queritur de viro suo nimis libidinoso). Ib. Сысна аçи пĕр хăпарсан анма та пĕлмеçт. Verres ubi semel ascendit ad descendendum tardissimus est. Сокращ. букв. 1908. Хурсем шыва аннă. Гуси сошли на воду. ЧП. Чупрăм та антăм эп аната. Я побежал и сбежал в низменность или: в нижний конец деревни (вообще в место, лежащее ниже того места, где был). Якей. Çирмаялла виçĕ ача анса карĕç. В овраг спустились трое малышей (или: парней). || Ire in loca inferiora. Также употребляется вообще вм. глагола итти, когда говорится о ком либо, идущем в более низкое место, нежели то, где он был. СТИК. Таркăнсем каçпа яла анса çăкăр илеççĕ, тет. Говорят, что беглые приходят вечером в деревню за хлебом. Ib. Кĕçĕр кашкăр аннă яла. Вечор в деревню приходил волк. Эти фразы относятся к селению, расположенному в ложбине речки, по обеим сторонам которой поднимаются отлогие холмы. Изамб. Т. Çынсем кăнтăрлана ана пуçласан ку лашине тăварчĕ те урапине кӳлсе киле ялсе тавăрăччĕ. Когда другие стали уходить домой полдничать, он выпряг лошадь, запряг ее в телегу и уехал домой. Ib. Тырă вырнă чухне кăнтăрлана чей ĕçме киле анаççĕ. Во время жнитва уходят в полдень домой, пить чай. || Также говорят: „пасара ан“ (aliquo ad mercatum ire), пойти на базар, поехать на базар. Якей. Эс килес пасара ан, вара мана çăмарта хакне калăн. Ты приходи (или: приезжай) на следующий базар, и тогда скажешь мне, почем продаются яйца. Абаш. Паян мăн-акка та пасара аннăччĕ. Сегодня и тетка (старш. сестра матери) ходила на базар. || Praeterea de feminis dicitur, quae ad fiumen descendunt lintea lavandi causa. Также говорится о женщинах, которые идут на речку мыть белье и пр. Ст. Чек. Пĕр арăм çырмана кĕпе çума аннă, тет. Одна женщина пришла на речку мыть белье. Срав. Ст. Чек. Шыв арманне антăм. Я ходил на водяную мельницу (или: пришел на мельницу). || Descendere de arbore, de vehiculo, ex equo. О слезании с дерева и пр. Пизип-Сорм. Ларсан-ларсан каç пулчĕ. Каç пулсан, чилай тăхтасан, çĕрле пулсан манăн пата çăка хăвăлне темĕскер анать çĕмĕрттерсе. Анса çите пуçласан эпĕ ала (алла?) тăсса пăхрăм та, манăн ала (алла?) кĕчĕ-карĕ темĕскер хӳри. Долго я сидел, наконец наступил вечер. Когда прошло довольно много времени и наступила ночь, ко мне, в дупло липы, стал кто-то („что-то“) слезать, производя сильный шум. Когда он уже был близко от меня, я протянул руку, и в моих руках очутился чей-то хвост. Яргейк. Вут эпĕ мĕнле асап куратăп! Чĕрнели аннă пулсассйн тата пĕтеретчĕç мана, тесе каларĕ, тет. Вот я как страдаю! Если бы слез тот, который с когтями, то они изуродовали бы меня еще больше, сказал он. Панклеи. Хĕр кӳме çинчен анчĕ те кальлях кĕрсе карĕ. Девушка вылезла из кибитки и опять вошла. Альш. Эпĕ урапа çинчен антăм. Я слез с телеги. Орау. Ан часрах лашу çинчен. Слезай скорее с лошади. || Secundo flumine proficisci aut eum locum versus iter facere, ubi in mare aiiudve fiumen se effundit. Также спускаться вниз по реке или из стран, лежащих в верховье реки, к ее низовью. Юрк. Чул-хуларан çав пырса çитнĕ кунех вутлă кимĕ çине ларса Шупашкар хулине антăм. В самый день приезда в Нижний я сел на пароход и уехал в Чебоксары. Истор. Днепрпа анса Древлянсене хăйне пăхăнтарнă. Спустился вниз по Днепру и покорил древлян. Собран. З20°. Питĕрпуртан аннă пикесен пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ. У барынь, приехавших из Петербурга, башмаки с высокими подборами (каблуками). Ст. Чек. Çырма тăрăх ут çулма антăм. Я спустился по оврагу, чтобы косить сено. || In altum descendere, mergi, submergi, hauriri (palude). Также сваливаться, проваливаться, увязать. Абыз. Темскер çĕмĕрĕлсе анса кайнă, пĕтĕм çĕр чĕтресе кайнă. Что-то провалилось с грохотом, так что задрожала вся земля. Алекс. Нев. Пăр çурăла-çурăла анса темĕн чухлĕ çын шыва кайса вилнĕ. Во многих местах провалился лед, и множество людей перетонуло. Бол. Ильш. Чупса пынă чухне шăтăка анса кая пачĕ, тет. Когда он бежал, то вдруг провалился в яму. N. Çак халăхсем саланса пĕтиччен эпĕ чăтса тăраймарăм, хурама хăвăлне анса кая патăм. Я не смог продержаться (вися в дупле) до тех пор, пока этот народ разошелся, и слетел (т. е. провалился) в дупло вяза. Торай. Пĕр ĕне лачакана анса кайнă. Одна корова утонула (погрузилась совсем) в топком месте. Ст. Чек. Шурă япала таçта ăнса кĕчĕ. Белый предмет куда-то провалился. || Delabi (in arvum). V. пут. Также о пище, воспринимаемой желудком. Альш. Апат çинĕ-çемĕн анать. Чем больше ешь, тем сильнее разыгрывается аппетит. L’ appetite vient en mangeant. (Послов). || Occidere (de sole). Также заходить, закатываться (о солнце). Изамб. Т. Ул пирĕн патăртан хĕвел аннă чухне тухса кайрĕ. Он вышел от нас на закате солнца. ЧС. Каç пуларахпа, хĕвел анас чух. Çумăр пĕлчĕсем тухкала пуçларĕç. К вечеру, около заката солнца, стали кое-где показываться дождевые облака. || In aenigmate quodam de lunae radiis dictum invenio, pro eo, quod est fundi. Также падать (о свете месяца). Шаймурз. З97°. Чӳречерен йăс кĕвентепе чышаççĕ. (Уйăх çути анни). В окошко тычут латунным коромыслом. (Загадка: падение лунных лучей). || Defluere, delabi, decurrere, effundi (de aqua dicitur, de lacrimis, de lacte ex uberibus manante). Также стекать (о воде, слезах, молоке кормилицы и пр.). Образцы, 61. † Хапхăр умне аннă юхăм шыв, хăмăш касса кĕпер хывас çук. Текучая вода залила все место перед вашими воротами, так что нельзя намостить моста, нарезав тростника. Сельск. хоз. р. II. Шыв çӳлтен аннă чух унăн çаранне пырса çапăнать. Когда вода стекает сверху, то ударяется в его луга. Альш. Хурăнварта типĕ çырма: çур-кунне-кăна хиртен шыв анать, çула шыв çук унта. В Березовом Долу сухой овраг: только весною стекает туда с полей вода, а летом там бывает сухо. Изамб. Т. 40°. Çапла каласан ку туй ачин икĕ куçĕнчен кус-çӳлĕ анчĕ. Когда он это сказал, этот парень, сопровождавший свадебный поезд, заплакал. Календ. 04. Сăмсаран анмасть-и? Нет ли у нее (у лошади) течи из носа? Череп. Ман темĕскер сĕт анмас (lac me deficit), ача выçă пулĕ. У меня что-то нет (в грудях) молока; ребенок, наверно, голоден. || Extra ripas diffluere, разлиться (о реке). Орау. Атăл шывĕ аннă. Rha flumen alveum excessit. Волга разлилась. Ib. Упнер шывĕ аннă, тет. Кушлавăша çул картланчĕ ĕнтĕ. Речка Упнер, говорят, разлилась: дороги в Кошлоуши уже нет. || Advolare (de hirundinibus dicitur, quae redeunte vere de caelo descendere putantur). Также прилетать, о ласточках, которыя, по мнению чуваш некоторых местностей, слетают весною с неба. N. Якури таврашĕнче чĕкеçсем анаççĕ. Около Егорьева дня прилетают ласточки. Ib. Чĕкеçсем анман-ха, ăшăтма тивĕç мар. Не должно быть теплу, так вак ласточки еще не прилетели. Можар. Якурирен малтан чĕкеç ансан (Череп. килсен) çу сивĕ килет, кайран ансан ăшă килет. Если ласточки прилетят раньше Егорья, то лето будет холодное, а если после, то — теплое. Однако скажут: куккук килнĕ, прилетели кукушки, хура-курак килнĕ, прилетели грачи, и пр. || Praeterea notandae sunt quaedam figurae verborum singulares. Также в некоторых чувашизмах. Якей. Ут орине сĕлĕ аннă. Ст. Чек. Лаша урине сĕлĕ аннă. Лошадь обезножела оттого, что ее разгоряченную накормили овсом. Avena intempestive data pedes equi corrupit. Изамб. Т. Лашан урине шыв ансан шывра тăратаççĕ. Если случится опоить лошадь, то (лечат ее тем, что) заставляют стоять в воде. (Si intempestive data potio equi pedes corruperit....). Чув-прим. о пог. 168. Каçпа ăшă ансассăн (si vespere tepidior fuerit aer) çăмăр пулать. Если вечером станет тепло, будет дождь. Завражная. Тин ăшă анчĕ. Лишь тогда (или: лишь сейчас) стало тепло (в избе). Ст. Чек. Кĕтӳ анчĕ. Стадо согнали в деревню. Grex domum rediit. Собран. З12. Анати, тăвати, вăй (scr. вăи) пĕтети килети. (Хутăр хутăрни). [Вероятно надо читать так: „Анать-и, тăвать-и; вăйă пĕтет-и, килет-и“. То спускается, то что (т. е. то поднимается); а когда игра кончится, приходит (домой). Загадка: мотание пряжи.].

е

(), или. Сам. 76. Тулли лавĕ тӳнейсе, е урапа çĕмĕлет, ытла хăвăрт вĕçейсе, е лаши-мĕн тĕрĕнет. Альш. Леш каять Картламай патне (е тĕл пулать-и ĕнтĕ). Картламайпа пыраç те ― пӳрте питĕрнĕ, кӳртмес. С. Е вăл халăха эпĕ тĕттĕмрен Христос умне ертсе кăларăп-и, е Христос тĕнĕшĕн тăрăшса, асап курса вилĕп-и, тенĕ. Ала 26. Пупсем халăхран ыйттăрĕç, тет: эсир вăл çынна паллаттăр-и, е тата палламастăр-и? Попы спросили у народа: знаете вы того человека, или же не знаете?

йытă-кушак

общее назв. собак и кошек. СЧУШ. Йытă-кушак килте тăманни çын асап курассине пĕлтерет. Если собаки и кошки в доме не живут, это предвещает человеку мучение.

мыскара

шутка. Моркар. Мыскара тăвать. Шутит. N. Мыскара майĕпе (под видом шутки) санăн ăшăнти шухăшна тĕпчет (он). К.-Кушки. † Эпир туя кайман-им, туй мыскари курман-им? N. Мыскара çыпçăнчи мĕн, питĕ кулатăр-çке эсир? терĕм. || КС. Ĕçкĕ-çикĕн мыскари (или: мискари), т. е. на пиру хорошего мало. (Послов.). МПП. Мыскара, веселье, комедия. Сред. Юм. Мĕн мыскара пôлчĕ ôнта сирĕн — паçăр пит çĕмĕрĕлчĕç (галдели, орали)? Кам та пôлса вăрçакан пôлчĕ-и? (кто-нибудь подрался?) || N. Герасимовкă çыннисем, вĕсем хăйсем мыскара (асап) куркаласа пăхрĕç, çавăнпа халĕ вăл вăрмана касмаççĕ.

мункун

монкон, назв. праздн., пасха. N. Е мункунтан мункуна çӳрет. Шел. 105. Ме-халĕ, Урук, мункун çăмарти. ДФФ. Мункунăн иккĕмĕш кунĕнче, тунтикун, ваттисене (вилнисене) асăнатьчĕç. Ib. Пирĕн аттесем çамрăк чухне мункуна юнкун (хăрушă эрнере) пуçлатьчĕç. тет... Малтанхи куна кăлăм-кунĕ тетчĕç. Ст. Яха-к. Хăш-хăш ялсенче чăвашсем мункуна аслă типпĕн юлашки эрнин калăм-кунĕнче, юнкун, тăваççĕ. Ĕлĕк пирĕн ялсем те, эпĕ ăçтăвасса, мун-куна юнкун туса, пăтă чӳклетчĕç. Н. Седяк. Чăвашсен мункунĕ асап эрнинче юнкун пуçланать. Юнкуна калăм кунĕ теççĕ. Чăвашсем праçникĕсенче малан вилнисене асăнаççĕ – хываççĕ. Христос тĕнне тытакан чăвашсем апла мункуна малтан тумаççĕ, вырăссемпе пĕрлех тăваççĕ. ЧС. Пирĕн ялсем сĕрен мункун тунтикунĕ тăваççĕ. Ib. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ. N. Мункун (калăмкун) аслă эрнере юнкун пулать; тепĕр кун, кĕçнерникун, вилнĕ çынсене хываççĕ. N. Çулталăкра пур вилнĕ çынсене те пĕрле тăватă хут асăнса хываççĕ: мункунта, аслă кĕç-нерникун каç; мункунĕ пулат юнкун, тепĕр кунне, кĕçнерни-кун-каç, эрне-каç, вилнĕ çынсене асăнса хываççĕ. Ст. Шаймурз. Мункун эрни хушшинче. Юрк. Мункун эрни тухсан (когда пройдет). N. Мункун-каç, канун пасхи. N. Кĕрхи сăра. Кĕр сăри каç та вилнĕ çынсене, мункун-каçхи пекех, е автан сăри пекех, ăратнесене пуçтарса, çĕрле ĕрет туса, хывса çӳреççĕ. Изамб. Т. Мункун мынчи (= мунчи). N. Çакна асăнма, пĕчĕкçĕ ачасене мункун кунĕ çăмарта пуçтарма йăла тухнă, тет. КС., Изамб. Т. Мункун типпи, великий пост. N. Пупсем çӳреççĕ, тет, мункун кĕлли кĕлтуса. Макка 215°. Чăваш мункунĕ вырăс мункунĕнчен пилĕк кун малтан пулать. Чи пирвайхи кун вăсем пăтă çисе çӳреççĕ; вăсем пăттине ăратни-ăратнипе çисе çӳреççĕ. Иккĕмĕш кун ваттисене хываççĕ, виççĕмĕшпе тăват(т)ăмĕш кунĕнче кассипе çисе çӳреççĕ. Пилĕкмĕш кун сĕрем тăваççĕ. Çав мункуна турăпа патшана асăнса праçник тăватпăр, теççĕ. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçеççĕ. Ăрам варрине кашни касса такан чуччувĕ хураççĕ, такан чуччу çинче кататса тăваççĕ, ярăнаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăмсем мункун кĕпи, шăлаварĕ, чăлхи çĕлеççĕ. Ib. Мункун умĕн юлашкинчен пулакан пасара мункун пасарĕ теççĕ. Ib. Мункун шăмат-кунĕ пурте мынча хутаççĕ. Ib. Ул укçана (т. е. „периленнĕ укçана“) шуйттан мункун-каç типĕтет, теççĕ. Шурăм-п. Мункун пăтти. СТИК. Мункунсенче эпĕр нимĕнле ĕç кутне те пыраймарăмăр. N. Мункунта çерçире те сăра пур, теççĕ. (Послов.). Никит. Мункун çитес умĕнхи кĕçнерникун шăнтсассăн, пăрçа пулать. N. Ма апла пит хыпаланаççĕ? — Мункун çитет. Сред. Юм. Мôнкôн (моҥгон) чохне пĕчик ачасĕне кирак (= кирек) кам патнех те кайсан, мôнкôн çăмарти тесе, пĕрер çăмарта, пĕренкĕсĕм параççĕ. Ib. Мôнкôн кôнĕ ирхĕне малтан аван çын пырсан, çитес хĕл сôрăхсĕм пит пăрулаççĕ, тет; ôсал çын пырсан, пăруламаççĕ, тет. (Народное поверье). Ib. Мôнкôн кôнĕ пôшар пôлсан, çу тăрăшпе (всё лето) пôшар пит пôлать, тет. (То же). Ib. Кăчкă-кĕлли кôнĕ Мôнкôн Хôсантан тôхать, кĕçнерникон (великий четверг) яла килет, шăматкон пӳрте кăмака хыçне кĕрет, вырсарникôн ирхĕне тĕпеле иртсе ларать. (Гов. детям). Ib. Мôнкôн çĕрĕ тĕттĕм пôлса вăт тôхса çôнтараççĕ. N. Аслă мункун, первый день пасхи. Кĕçĕн мункун, фомино воскресенье. || Имя (прозвище?) мужч. в области Тăхăр-Ял; он знал много древних преданий и бывал жрецом (молельшиком) на моленьях. (Сообщ. Ф. Т. Тайбинский).

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

вăта

середина. Ч.П. Çеçен хир вăтине çарăк акрăм. Ib. Çеçен хир вăтăнче (= вăтинче) çавра кӳл. N. Çеçен хир вăтинче çырла лапĕ. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Вăта таран (пополам) татнă çĕлен мар. Ст. Айб. † Тусăм, уйăрăлатпăр иксĕмĕр вăта таран каснă улма пек. Турх. Аллă ик эрне хушшинче санăн вăту кунĕнче, йывăç пахчи ăшĕнче... тăрать-чĕ (обращается со словами к асап эрни). N. Ăна вăта таран касса татĕç. N. Вăта таран касса çуртар.

ватăлăх

(вады̆лы̆х) или ватлăх, старость. М. П. Петр. Ашшĕ-амăшне. Халĕ, ватăлăх кунĕсенче, ăнă тата ыталрах канăçлăх кирлĕ. Якейк. Ватлăхра (в старости) асап кормалла полчĕç. Хыпар 9, 1906. Ватлăхра унăн куçĕ-пуçĕ таса курми пулнă.

виттĕртен-виттĕр

прямо насквозь. N. Тем унта кĕрсе ӳксессĕн, чунăмăра вăрăм шăлĕсемпе виттĕртен-виттĕр шăтарса хыпса илĕ те, ĕмĕрех асап кăтартса тамăк вутĕнче ларĕ. (Легенда).

этем

(эдэм, эд’эм), человек. Род человеческий. Формы род п. «этеммĕн», дат. п. «этемме» (Альш. и др.), кажется, указывают на былую ф. им. пад. этемĕ: срв. черем. аjдэмы̆. † Пире курайман этемсем хăçан кайĕç масара? N. Вĕсем, этем сăнне çухатса, ват çынна асап кăтартма тытăннă. Альш. Хай этемсем виçшер-тăватшар лав тиеççĕ те тырă, каяççĕ сутма Чĕмпĕре. Кильд. Е тата хамăра, этем ăруне, кам, çуратса, чун панă? Чăн Турă мар-и, ырă тăвансем? Сред. Юм. Этем хăй кôчĕпе сысмĕ ô. Человеку свойственно жить на широкую ногу, выше своих достатков. Сред. Юм. Этем кӳлмен поль, кô лашана! çапла çын лаша кӳлет поль-и? (запряжено не по-людски). Сред. Юм. Этемĕн тем те пôлĕ, пирĕн-çиç çôк ôлă. Сред. Юм. Этемме ним те çитмес ôна. Альш. Э, çаплатăр вĕсем, çаплатăр: питĕ ырă çынсем вĕт: çын пырсан-килсен, этем ăшне кĕменни-кăна, калаçа-калаçа вилеççĕ вара, тет хуçа арăмĕ. Альш. Çийес килмест-и, ĕçес килмест-и? тет. Этем тутă. Çисе ĕçсе тăмас (люди сыты). Ст. Чек. Этем пурăна-киле вакран вака-тухать, тет; тĕнче пĕтес умĕн çынсем пӳрне пек пулĕç, тет. Альш. Этем пурĕ пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкши те. Альш. Кама курнă, çавăнтан ыйтатăп, — мĕн ыйтнине этем тени калаçать. Шевле. Старйк храса таханлать этем-лаша (человека, заменяющего лошадь) орине. Юрк. Вăл (она) этем мар, есрейлĕ, шуйттан!.. ăна урăх ырă ят çук... Сĕт-к. Çав та этем çа! И он, тоже человек, ведь! N. Çуркунне шыв пит тулнипе этемсене нумайĕшне çул чарăнса тăнипе çула кайма чарăнса тăрать. Ядр. Унтан тарçă тытрăмăр, çортсам лартрăмăр; халь этем, этеме ертĕмĕр. Ядр. Кашкăр этем пек сăмах хушрĕ. Пшкрт. Эй этем, кил-халĕ конта! Ч. П. Пире курайман этемсем. Ч. И. Саманисем явăр, этем усал. БАБ. Ырă Турă çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем тунă. (Из заклинания). Шурăм, № 18. Ĕнтĕ хĕлле пĕтĕм çӳрекен этемех хăй патне кĕртет. Кр. расск. Унтан Турă çĕр тăпри илнĕ те, çав тăпраран этем кĕлетки тунă. БАБ. Çавăнпа та ĕнтĕ ак этемсем тырă пулмасран темĕн пек хăраççĕ. В. Олг. Чистă эс шойттан, этем мар! IЬ. Эс этем мар, эс йытăран та осал, сысна! Орау. Етеммӳ-япалу! Ну, и человек! (говорит про себя самого). N. Икĕ пуçĕнче икĕ этем, вăта çĕрĕнче çĕр этем. (Хӳме). Питуш. Çумăр айĕн кайсассăн, этемрен тохса килес полать (совсем вымочишься и загрязнишься). Ч. С. Тете çапла чĕрĕлсен, этем çапах: керемет тытнă (его), теччĕç (люди все-таки говорили, что его поразила киреметь). N. Этем çинче (среди людей) пуринчен телейлĕ. С. Эй-яй-яй! ыр этем полимăн, ачам! С. Хальхи саманта этем ырă корас çок. Истор. Вырăс çĕрне Авияран этем мурĕ (мор) килнĕ. Альш. Ку Иванăн пĕр шальçи-те çук-чĕ, халь епле этем пăхма хал çук (пышно, великолепно) туса хунă! (построил). БАБ. Çула-ха, епле-май, апла: этем ĕçлесе-туса та пулин хăйне тăранмалăх тупма пулать; хĕле кĕтĕн, çук вара. Ч. С. Юмăçăсем пĕри те: кунтан этем пулас çук, тетчĕç. Чăвйп. Вăл Микка этемме мар, вылăха та пит ăста йăпатма пĕлнĕ. † Саманисем йăвăр, этем усал, эпĕр еменнине кам йĕрес? N. Шуйттан ачи кăна курать та: эй, этем тус, тархашшăн ан пер! тесе, йăлăнма тытăнчĕ, тет. Артюшк. Этем ачи, дитя человека (в противоположность шуйттан ачи). Якей. Этем. Она этем каламалла мар пытарнă. Его похоронили с пышностью. Алекс. Нев. Çав вăхăтрах хĕрне те этем пăхма çук (пышные) хаклă йышши тумсем тумлантарнă. N. Этем пухăнса çитсессĕн, этем чĕлхипе калаçа пуçларĕç, тет. Шурăм. 13. Эсĕ этем-и, этем мар-и? — кала! Вурмандеево. Çавăн чухне пĕтĕм ял кĕрлесе тăрать. Этем чунĕ хĕпĕртет (в праздник). И. Яндоуши. Этем нумай та, çын сахал. Людей много, но мало настоящих. Трхбл. Этемме ӳкнĕ чухне тапта. Эта пословица, продик тованная разочарованием, говорит о том, что сколько бы мы ни делали добра людям, они всегда отплатят нам неблагодарностью, а потому и не заслуживают сочувствия.

ик

(ик'), неизв. слово; употребл. в выражении: ик-кутамань терт. См. алтуйилле. Орау.

иккутамань

(иккудаман’), неизв. изречение, употр. в игре. Орау. Маткисем патне (к «маткам» в игре) ыттисем иккутамань, пулса пыраççĕ. Пĕри «çăка» пулать-и унта, тепри «юман» пулать-и, — пыраççĕ те: иккутамань, терт, тиççĕ (т.-е. «сговараваются» и подходят к матке для выбора). IЬ. Иккутамань, терт. — Çавăр, çырт! (или, если «балуют», т.-е. шутят, то: аннӳ кутне çавăр, çырт, или: аннӳ кутне çавăр та çырт). Последняя из этих фраз — ответ «матки» сговаривающимся.

имкек

(имгэк), беда. Хурамал. Имкек или инкек — беда (асап). || Метаф. Юрк. Кĕсем, имкексем, мана салтакран хăвараймаççĕ пулас. IЬ. Акă, чăвашсем те, ăçти-çуксем, имкексем, мĕн хăтланаççĕ!

ирттер

понуд. гл. от ирт. В верх. говорах скажут: иртер (с одним «т»). Н. Шинк. Çавăнта вара вĕсем кама курнă, ăна хĕрхенсе сапмасăр ирттермеççĕ (не пропускают). Ал. Цв. Çапла вĕсем, çурăм-пуç çутăлса киличчен, çывăрмасăрах ирттернĕ (не спали). Сирах. Аслă çынсем, тӳресем, пуçлăхсем пит чаплă, турăран хăракан вĕсенчен те ирттерет (превосходит). Сказки и пред. чув. 16. Пĕр-пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем. Быт. ХLVIII, 22. Сана эпĕ, хăвăн тăванусенчен ирттерсе, пĕр пай çĕр паратăп. А я даю тебе, преимущественно перед братьями твоими, один участок. Симп. II, б. Эпир ĕçнĕ вырăнне турă ирттере патăр-и! Хып. 1906, 4З. Пирĕн çынна улпутсем çемçе сăмахĕпех япатса ирттереççĕ. Хып. 1906, З6. Ку сăмах тĕрĕс, тĕрĕсне калать старик. Пире ялан пуçран шăлса ирттересшĕн. Ĕçне нихăçан та курмастпăр. Хып. 1906, 29. Вĕрентекенсем «чахотка» тиекен чире таса мар, тăн пăсăк пуртре кун ирттернĕлĕхпе каяççĕ. Ст. Письмерь, Ставр. Малтан каçхи кĕлле ирттереççĕ (совершают), унтан вара ирхи кĕлĕ пуçланать (на Пасхе). Вăйран ирттерсе ĕçлеттерет. Заставляет работать сверх сил, ССО. Декий вилнĕ, ун хыçĕнчен тата темиçе патша вилнĕ. Пурте вĕсем суя тĕнлĕ çынсем пулнă; Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене юратман, вĕсене темĕн тĕрлĕ асап кăтартнă. Константин Великий те патшара ларса ирттернĕ (закончил свое царствование). Çав Константин Великийрен пуçласа патшасем Христос тĕнне тыта пуçланă. Юрк. Мун-кун иртнĕренпе ку кунччен эпĕ сан тĕлĕнтен темĕн те пĕр шухăшласа ирттертĕм. † Кайрăм, килтĕм, хăна пултăм, малтан килнисенчен ирттертĕм. N. Ашшĕ, уртмакçа кучченеç парса (сумккана хума), калать: кая ан илсе кил, ирттерсе илсе кил, тет (принеси не меньше, а больше, чем мы даем). Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртнĕ чухне хăш енчи ирттерчĕ? (чья взяла зерх?). Изамб. Т. Вырăсăн ĕне пĕрре анчах пулать та, ул та чăвашăн пилĕк-улт ĕнинчен ирттерет. N. Çавсене (камни) тăпăлтарса кăтарса, ывăтса, ман патшалăх чиккинчен ирттерсе ярсан еtс. (если перекинешь далыпе границы моего государства). С. Тим. † Ăрамăрсем вăрăм, юр тарăн, — епле ирттерем-ши çунана? По толкованию А. С. Курушина, çуна ирттерес = çул çинче ху умăнта пыракантан, чуптарса, мала тухас. Б. Бур. † Вуниккĕн çăпата эпĕ сыртăм, пушмак-чăлхасенчен ирттертĕм (мои лапти вышли лучше башмаков с чулками). Альш. Вуниккĕнле çăпата эпĕ сыртăм — пушмак-чăлхаран ирттертĕм. Орау. Лашана, килĕшнĕскерне, илимарăмăр. Пĕр тутар мурĕ икĕ тенкĕ ирттерсе пачĕ те, исе карĕ лашана (набавил 2 целковых и купил). Пазух. † Кайранах та килнĕ хăнасемех малтан килнисенчен ирттерет. Юрк. Вырăс çынни унта та каллех, пĕр-икĕ пуç ĕне усраса, чăвашсенчен ирттерет. || Преувеличивать. Хып., 1906, 12. Акă ĕнтĕ пĕртте ирттерсе каламастăп— витене (словно попал в хлев) кĕнĕ пекех туянчĕ. Сред. Юм. Ирттерсе яран (или): ай-ай, сăмахха пит ирттерен эсĕ! || Спускать (т.-е. прощать). Т. М. Матв. Каçхи хырăм каçарать, ирхи хырăм ирттермест. || Жить; вести себя. П. П. Т. Ку Питĕркке чисти çаплах пит эретсĕр ирттернĕ, тет (жил распутно, беспорядочно). Ист. 158. Патша хăй ĕçе çыпçăнман, каяка çӳрекелесе, хăнана çӳрекелесе анчах ирттернĕ (проводил время). Ашшĕ-амĕшне. Вĕсем пит килĕшӳлĕ, пĕрне-пĕри юратса, пĕр-пĕрин çине пăхса-çеç ирттернĕ пек ирттернĕ. || Справлять. С. Тим. Çапла вара хĕрт-сурт чӳкне ирттерсе яраççĕ. Юрк. Пухăннă вăсем пурте кун патне хăнана авланнăранпа аллă çул арлă-арăмлă пурăннине асăнса ирттерме. || Проводить кого на тот свет, т.-е. совершать поминальные или похоронные обряды по случаю его смерти. Ача çине чăхă анчах пусаççĕ е çăмарта кăна пĕçереççĕ. Ăна ирттерме ăратнисене пуçтармаççĕ, кил йышĕсем анчах хывса ирттереççĕ. IЬ. Ачана ирттернĕ чух, стена çумне икĕ çурта лартаççĕ. IЬ Ачана (по ребенке) пумилкке те тумаççĕ, виççĕмĕш кун ăна пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ (заканчивают все похоронные церемонии). || Вставить слово?

уя

, оя, соблюдать, почитать, беречь. N. Хайхи пуяннийĕн уямалли кун çитет, чухăн тăракан тăванĕ кун патне хăнана, килет. Аттик. Пуринчен ытла вĕсем çураçма тенине, пĕтĕм ĕçе пăрахса, ялпа уяççĕ. Альш. Чăваш пит праçник таврашĕ нумаях уясах тăмас. N. Пирĕн чăвашсем Мункун праçниккине Асап ернинче юг кунах уяма (праздновать) пуçлаççĕ. N. Паян эпĕр уятпăр. Мы сегодня празднуем, не работаем. N. Уяв тесе калакан праçнике уяма тытăнаççĕ. Чисосл. Иоана Богослов апостол вилниие асăнса уяни. N. Çакссм малтанхи чĕрĕлнĕ куна уянă. Сред. Юм. Уяса-туса тăмас ô. (не жалеет). Орау. Хăне хăп уямасăр çӳрет. Не бережет себя. Орау. Япалана уямасăр тыткаламастăи-çке эсĕ. Орау. Хăна ху уяса çӳретĕн. Псалт. 75, 11. Çавăнпа этемсем сана шухăшĕсенче те аслăлĕç, сана пур шухăшĕсемпе те упĕç. СВТ. Шатра чирĕ пĕрре яла пырса кĕрсен, пурне те тĕрĕслесе тухать, ваттине-вĕттине уямасть. П. П. Т. Пуçне хăпартса пăхакана пĕртте уямас, хулăна чаш тутарат. (Сĕрен). Дух. паст. Пĕр уямасăр ятла вĕсене. N. Эсĕ япалана уямасăр тыткалатăн (обращаешься без осторожности). № 37. Ист. 52. Стариксемпе хĕр-арăмсене те уяса тăман (не разбирали), вĕсене те вĕлернĕ. Орау. Хăна ху уйăрăх çӳре. Будь осторожнее в отношении простуды и чистоты. Шибач. Уямасăр тыткалать: чашкă тытать, ӳкерет, çĕмĕрсе пăрахать. Тюрл. Уяса пĕртте тыткаламастăн эс.

утаман

отаман (удаман, одаман), атаман, вожак, главный. В. Ом. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Кожар. (Асак. в., Ядр. у.). Пӳртре вун иккĕн лараççĕ, пĕри отаманĕ. Шел. 165. Эпĕ Упа-Утаман, ик урапа утакан. См. Паас. 195. Истор. 25. Ермак Тимофеевич касаксен утаманĕ пулнă. Сятра. Усал кĕрсе кайсан, утаманне (главному своему) калать, тет: эпĕ аран çĕклесе çавăрăнтăм. К.-Кушки. Вăл мĕн пур ача-пăчан утаманĕ пулса çӳрет. Он верховодит всеми ребятами. См. Ел-кӳл. || Личн. яз. имя мужч. Рекеев, Н. Седяк. «Ик утаман терт, кутна çавăрса çырт». Утаман — атаман. Щухăшлан ĕç пулаймасан, калаççĕ çапла.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

ад

сущ.муж. (ант. рай)
тамăк (тĕн ĕненĕвĕнче — çылăхлă çынсем вилнĕ хыççăн вĕсен чунĕсем асап куракан вырăн); мучиться, как в аду тамăкри пек асаплан

гнет

сущ.муж.
1. (син. тяжесть, груз) йывăрлăх, пуслăх (каткари çимĕçе пусармалли)
2. (син. угнетение) хĕн-хур, пусмăр, асап; гнёт рабства чуралăх асапĕ; жить под гнётом хĕн-хур тӳссе пурăн

мука

1. сущ.жен.множ. муки
асап, терт, хĕн-хур; терпеть муки асаплан, тертлен

мучить

глаг. несов.
асаплантар, тертлентер, нушалантар, асап кӳр; меня мучит зубная боль мана шӳл сурни асаплантарать

мучиться

глаг. несов. (син. страдать)
асаплан, тертлен, нушалан, асап кур; мучиться от боли ыратнипе асаплан; мучиться от нехватки денег укçа çитменнипе нушалан

осудить

глаг. сов.
1. кого-что (ант. одобрить) сивле, хурла, питле; ребят осудили за шалость ачасене ашкăннăшăн сивлерĕç
2. (син. приговорить; ант. оправдать) айăпла (судра приговор йышăнса); осуждённый подал апелляцию айăпланă çын апелляци панă
3. кого-что на что (син. обречь) пӳр, çыр; тив; он осуждён на муки ăна асап курма пӳрнĕ ♦ Не осудите! Каçарсамăр! Айăп ан тăвăр!

страдать

глаг. несов.
1. (син. мучиться) асаплан, тертлен, асап кур, хĕн кур; страдать от головной боли пуç ырăтнипе аптăра
2. от чего и за что инкек кур, шырлăх кур; аптăра; посевы пострадали от засухи калча типĕпе аптăрарĕ

тиски

сущ.множ.
1. хĕскĕч; зажать в тиски хĕскĕчпе хĕссе ларт
2. (син. гнёт) пусмăр, хĕсĕрлев; асап; биться в тисках безденежья укçа çуккипе асаплан

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

испытание

1. сӑнав, сӑнани, тӗрĕслесе пӑхни (машинӑна); 2. экзамен, ыйтса пӗлни; 3. нуша, асап, инкек.

испытать

кого, что сов., испытывать несов. 1. сӑна, сӑнаса пӑх (пӗл), тĕрӗслесе пӑх; 2. чухла, хĕн, нуша кур, хуйхӑ кур, хур кур, асап кур.

кара

айӑплани, тавӑрни, тавӑру, асап кӑтартни.

лишение

1. туртса илни, ҫухатни, памасӑр хӑварни; 2. нуша, ҫуклӑх, терт.

многострадальный

нумай асапланса, тертленсе пурӑннӑ (ҫын), нумай асап курнӑ (ҫын).

мука

1. асап, тарӑху, терт, хӗн-хур.

мучение

асаплантарни, тертлентерни, хӗн кӑтартни; хӗн курни, асап курни, тарӑхни, тертленни, терт.

мученик

асап курнӑ ҫын, асап тÿснĕ ҫын; мученик науки наукӑшӑн асап курнӑ ҫын.

мучитель

м. асап (хӗн) кӑтартакан, асаплантаракан ҫын.

невзгода

хуйхӑ, хуйхӑ-суйхӑ, асап, йывӑр пурнӑҫ, инкек, инкек-синкек.

несчастье

инкек, инкек-синкек, терт, хур, хурлӑх, нуша, синкер, шар.

нужда

1. ҫитменлӗх, чухӑрлӑх, нуша, терт, хупӑр; жить в нужде нуша курса, тертленсе (хӑрӑнса) пурӑнма; 2. кирли, кирлӗ пулни; нужды промышленности промышленноҫшӑн кирли.

расплатиться

-чусь, -тишься сов., расплачиваться несов. 1. тӳлесе тат, парса тат, тӳлесе татӑл; 2. перен. тавӑр (тӑшмана); 3. перен. тӳс, чӑт, асап кур (усал ӗҫсемшӗн).

рассчитаться

с кем, с чем сов., рассчитываться несов. 1. тӳлесе татӑл; 2. тавӑр (хӑвна асап кӑтартакана).

страдание

асап, асапланни, тертленни, асап курни, хĕн-хур айĕнче пурăнни; нравственное страдание чун ыратни, ҫунни.

палач

палач 1. ӗлӗкхи вӑхӑтра вӗлермелле суд тунӑ ҫынӑнне пуҫне касса татакан, пуҫиле; 2. перен. хытӑ чӗреллӗ, ҫынна асап кăтартакан çын, чунилли.

переносить

-шу кого, что несов., перенести, -су сов. 1. япаласене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ҫӗклесе куҫар; 2. тепĕр хулана куҫар (пӗр-пӗр учреждение); 3. йӗркене кӗреймен сăмах пайне тепĕр йӗркене куҫар; 4. хĕн курса, асап курса, хуйхӑ, хур курса ирттер.

подстрекать

кого, что, к чему несов., подстрекнуть сов. хĕтĕрт (усал тума), пӑлхат; хӗтӗкле, терт.

поплатиться

-чусь чем, за что сов. чӑт, тÿс, асап кур (мĕншĕн те пулин); поплатился здоровьем за неосмотрительность асăрханман пирки сывлӑхсӑр тӑрса юлтӑм.

чаша

сăра курки, алтăр; полная чаша тулăх пурнăç; горькая чаша йывăрлăх, хĕн-хур, терт.

терпеть

-плю, -пишь кого, что несов. 1. тӳс, чăт; терпеть поражение çухату тӳс, парăн; 2. хĕн кур, асап кур, хур кур, нуша кур.

угораздить

-зжу, -здишь кого, что сов. разг. терт, хисте, хĕтĕрт, хуш (ăнăçсăр ĕç тума); угораздило же его прийти сюда ăçтан шухăшласа кăларнă вăл кунта килме, мĕне кирлĕ пулнă ăна кунта килме.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ад

1. рел. тамăк; 2. перен. йывăрлăх, асап, тамăк.

влачить

несов. 1. кого-что, книжн. уст. сĕтĕр, турт; 2. перен. хурлăх (е хуйхă, асап) тӳссе пурăн; влачить жалкое существование нушаланса пурăн.

выстрадать

сов. что 1. (испытать, пережить) кур (хуйхă-суйхă, хĕн-хур), тӳс, чăт, тӳссе (е чăтса) ирттер; 2. (достигнуть страданиями) асапланса (е тертленсе) туп, асапланса (е асап урлă) пыр; выстрадать своё счастье ху телейне асапланса туп.

вытерпеть

сов. 1. что (перенести, выдержать) чăт, тӳс, кур, чăтса (е курса, тӳссе) ирттер (хĕн-хур, асап); вытерпеть боль ыратнине чăт; вытерпеть обиду хур тунине тӳс; 2. без доп. (сдержаться) чăт, тӳс, чăтса (е тӳссе) тăр; я не вытерпел и сказал эпĕ чăтса тăраймарăм, кăларăм.

гнёт

м. 1. обл. пуслăх (для перевозки снопов, сена и т. п.), йывăрлăх, пусаркăç; 2. (то, что угнетает, тяготит) йывăр шухăш, асап; жить под гнётом горьких воспоминаний йывăр асаилӳсемпе асапланса пурăн; 3. (притеснение, угнетение) пусмăр; национальный гнёт наци пусмăрĕ.

горе

с. 1. хуйхă, хуйхă-суйхă; неутешное горе манми хуйхă; 2. (несчастье) хуйхă, инкек, хурлăх; на моё горе ман инкеке; ◇ горе горькое см. горький; горе мыкать см. мыкать; ему и горя мало уншăн пурĕ пĕр; помочь горю инкекре пулăш; с горем пополам аран-аран; хлебнуть (или хватить) горя асап тӳс, хура-шур кур.

горесть

ж. 1. (печаль, скорбь) хуйхă, асап, салху; 2. мн. горести (несчастья) инкек-синкек, хура-шур, хурлăх, хĕн-хур; пережить много горестей хура-шур нумай тӳссе ирттер.

горечь

ж. 1. (что-л. горькое) йӳçĕ, йӳçек, йӳçенкĕ; горечь полыни армути йӳççи; горечь дыма тĕтĕм йӳçекĕ; 2. (тяжёлое чувство) йывăр туйăм, асап; горечь одиночества пĕчченлĕх асапĕ.

горький

прил. 1. (на вкус) йӳçĕ, йӳç; горькое лекарство йӳçĕ эмел; 2. (тяжёлый, горестный) йывăр, хуйхăллă, хурлăхлă, телейсĕр, асаплă; горькая доля йывăр шăпа; горькая правда асаплă чăнлăх; горькие слёзы вĕри куççуль; горький смех хурлăхлă кулă; 3. разг. (несчастный) мĕскĕн, телейсĕр; горький сирота мĕскĕн тăлăх; 4. в знач. сущ. горькая ж. эрех (шурри); ◇ горький пьяница ĕçке ернĕ çын; горе горькое йывăр хуйхă; горький опыт тӳссе курни; горькая чаша инкек, асап; пить горькую ĕçке ярăн.

зверский

прил. 1. (жестокий, страшный) тискер, хаяр, хăрушă; зверское мучение тискер асап, тискеррĕн асаплантарни; зверское убийство тискеррĕн вĕлерни; 2. разг. (очень сильный, чрезвычайный) акăш-макăш, çав тери, тӳсме çук; зверский мороз шартлама сивĕ.

известись

сов. разг. (измучиться) халтан кай (асап курса), асапланса пĕт (хуйхăпа, чун ыратнипе), касăл (хуйхăпа); известись от бессонницы ыйхăсăр аптраса çит.

истязать

несов. кого асап (е хĕн) кăтарт, асаплантар; истязать животное чĕрчуна асаплантар; истязать себя хăвна ху асаплантар.

каторжный

прил. 1. каторга ⸗ĕ [⸗и]; каторжные работы каторга ĕçĕсем; 2. перен. (невыносимо тяжёлый) питĕ йывăр, питĕ хĕн, чĕр асап, чĕр тамăк.

кромешный

прил.: кромешный ад, кромешная мука йывăр асап; кромешная тьма, кромешный мрак сĕм-тĕттĕм.

многострадальный

прил. асаплă, нумай хĕн-асап тӳснĕ.

мука

ж. асап, терт, хĕн.

мучение

с. асап, терт, хĕн.

мученик

м. хĕн-асап курнă çын.

мученичество

с. асаплăх, тертлĕх, хĕнлĕх, асап тӳсни, хĕн курни.

мытарство

с. терт, асап, хĕн-хур.

наказание

с. наказани, асап, асаплантару, айăплав; подвергнуть наказанию асаплантар; ◇ вот наказание! ай-ай асап!

наказать

сов. кого (подвергнуть наказанию) асап хур, айăпла, наказани пар, асап кăтарт; наказать виновных айăплисене наказани пар.

невзгоды

мн. (ед. невзгода ж.) хуйхă-суйхă, йывăрлăх, телейсĕрлĕх, асап.

нужда

ж. 1. (бедность) терт, хĕн, нуша, çитменлĕх; впадать в нужду хĕне юл; 2. (потребность) нуша, нушта, кирли; нужды транспорта транспорт нушисем; в случае нужды кирлĕ чухне.

поплатиться

сов. разг. чăт, тӳс, асап кур, лек; за это придётся поплатиться куншăн лекет.

пытка

ж.1. асап, асаплантарни, пăвăртни; 2. перен. (душевное мучение, терзание) асап, асаплани.

рана

ж. 1. суран, пата; 2. перен. асап, суран, ыратни, хуйхă; сердечная рана чĕре ыратни.

расплатиться

сов. 1. с кем-чем и без доп. тӳле, тӳлесе (е парса) татăл; расплатиться за товар таваршăн тӳле; 2. с кем, перен. разг. (отомстить) тавăр; 3. за что, перен. (понести наказание) чăт, тӳс, асап кур.

репрессия

ж. репресси (хĕссе асап кăтартни, наказани пани).

сплошной

прил. 1. (непрерывный, сплошь идущий) тăтăш, талккăшпе, вĕçĕмсĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр; сплошный лес талккăшпех вăрман; сплошный гул вĕçĕ-хĕррисĕр кĕрлени; 2. разг. (совершенный, абсолютный) кăна, çеç, пĕтĕм, вĕçĕмсĕр; сплошное мучение асап кăна; сплошные удачи вĕçĕмсĕр ăнăçлăх, ăнăçу хыççăн ăнăçу; сплошная ложь пĕтĕмпех суя.

страдание

с. асап, хĕн, тĕрт, асапланни, хĕн курни, тертленни.

страдать

несов. 1. от чего и без доп. асаплан, хĕн кур, тертлен, хăшкăл; страдать от боли ыратнипе асаплан; страдать от безводья шывсăр хăшкăл; 2. за кого-что, из-за кого-чего (претерпевать муки, гонения) асаплан, асап тӳс, хăшкăл; страдать за счастье народа халăх телейĕшĕн асап тӳс; 3. от чего, из-за чего и без доп. (терпеть ущерб) инкек кур (е тӳс), япăх пыр, йывар кил, чарăнса тăр; дело страдает из-за прогульщиков прогул тăвакансене пула ĕç япăх пырать; 4. по ком-чём, по кому-чему, разг. (томиться, тосковать) асаплан, хуйхăрса пĕт; 5. разг. (быть плохим) начар, япăх, çителĕксĕр, çителĕклĕ мар; у ученика страдает грамотность ученикăн пĕлĕвĕ начартарах.

терзания

мн. (ед. терзание с.) асап, асапланни; терзания ревности кӳлешнипе асапланни.

терзать

несов. кого-что 1. (раздирать) туртса çур, татса вакла, çурса тăк, тăпала; 2. перен. (мучить) асаплантар, кулянтар, асап кăтарт, пăшăрхантар, çунтар; терзает мысль о разлуке уйрăлас шухăш асаплантарать.

терновый

прил. кӳкен ⸗ĕ [⸗и]; терновое варенье кӳкен варенийĕ; ◇ терновый венец асап, хĕн-хур символĕ.

тягость

ж. 1. (бремя, гнёт) хĕнлĕх, йывăрлăх, терт, асап, чăрмав; 2. (изнеможение) ĕшенни, халран кайни, ывăнни, вăй-хал пĕтни; чувствовать тягость ĕшеннине туй; ◇ быть в тягость кому-л. чăрмантар, кансĕрле.

хождение

с. утни, çӳрени; хождение по городу хула тăрăх çӳрени; хождение на цыпочках чĕрне вĕççĕн утни; хождение в народ халăха тухни (халăх хушишнче пĕлӳлĕхпе революцилле шухăшсем сарас тесе çӳренииртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче); хождение по мукам асап тӳссе çӳрени; иметь хождение çӳре, усă кур.

чаша

ж. сăра курки, алтăр; ◇ полная чаша тулăх пурнăç; чаша терпения переполнилась чăтăмлăх пĕтрĕ; горькая чаша хĕн-хур, терт, йывăрлăх.

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

садизм

хаярлăх, тискерлĕх (урăх çынна хĕн-асап кăтартнипе киленес киревсĕр йăла)

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Mühe

tert
терт

Qual

asap
асап

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

асаплан

«мучиться» «страдать»; уйг., туркм., тат., к. калп., ног. азаплан, кирг., казах. азаптан, узб. азоблан «мучиться», «страдать». Образовано от асап (см.).

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ăнран кай

Ăнран (ăнтан) [тăнран] кай 1. лишаться / лишиться сознания [чувства], терять / потерять сознание; 2. приходить / прийти в изумление.
1. Михайловăн пуçĕ çаврăнчĕ, чунĕ вĕриленчĕ, вăл каллех ăнран кайрĕ. Н. Илпек. Хăшпĕр сывлăхсăртараххисем ĕçленĕ çĕртех тăсăлса ӳксе, ăнран кайса выртнă. М. Данилов-Чалтун. Кислород пĕтсе пыни нумай асап кӳчĕ. Чи малтанах ĕçре ывăннă матроссем тăнран кая пуçларĕç. В. Бурнаевский. 2. Пӳлĕмĕсен шучĕ çук, Алă-кĕсен хакĕ çук, Курсан каятăр ăнран. В. Урташ.

Мăнна хур

Мăнна хур гордиться, возноситься, ставять себя высоко.
Григорий парăнман, районти колхозсен ĕçĕпе сахал интересленекен, хăйне мăнна хуракан Уварова питлесех тăнă. К. Петров. Кам писнĕ харсăр халăхран, Ăна çумран тасат. Мăнна хуни йышра-йăхра Ан кӳтĕр тек асап. А. Лукин.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

авăр

1. П.п. Пĕр-пĕр япалан çынна пăхăнтаракан витĕмĕ; серепе, таната. Парти авăрне лекнĕ Патшалăх Канашĕ... Х-р, 25.12.1997, 3 с. Унăн ăшшăн пăхакан куçĕсем, çемçе калаçăвĕ, лăпкă кулли... хăйсен авăрне çавăрса илсе кайрĕç. ТА, 1998, 1 /, 47 с. Çапла майĕпен театр авăрне кĕрсех кайрăм. ÇХ, 2000, 17 /, 12 с. — черкке авăрĕ (Х-р, 22.09. 1992, 4 с.); эрех «авăрĕ» (ПÇ, 16.05.2001, 3 с.); наркотик авăрĕ (ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.); çемье авăрĕ (К-ш, 1998, 7 /, 8 с.); юрату авăрĕ (Т-ш, 2001,39 /, 10 с.). 2. П.п. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă вышкайсăр лару-тăру. Председатель хуçалăха юхăнчăклăх авăрне чăмтарнă. К-н, 1986, 20 /, 7 с. «Химпром» авăртан тухасшăн. Х-р, 29.10.1993, 1 с. Çеçпĕле юрату туйăмĕ вăйлă çавăрса илет те асап авăрне кĕртсе ӳкерет. Х-р, 18.09.2001, 3 с. — хăрушлăх авăрĕ (Я-в, 1991, 4 /, 23 с.); синкер авăрĕ (Я-в, 1995, 10 /, 113 с.); мĕскĕнлĕх авăрĕ (Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.); финанс ултавĕн авăрĕ (Х-р, 2.07.1999, 3 с.); пĕчченлĕх авăрĕ (ÇХ, 2003, 2 /, 2 с.). 3. П.п. Хĕвĕшӳ, тĕркĕшӳ, пăтрану, пăтрав. «Сумкăсемпе порт-фельсем» текен лавккана ... çитрĕм те — чăн-чăн авăра лекрĕм. К-н, 1983, 24 /, 4 с. Пĕр сăвă та пулин... путмасăр иштĕр-и кун-çул авăрĕнче. Г.Ирхи, 1991, 24 с. Пире, йытă çурисем пек, коммунизмла идеологи мунчинчен рынок авăрне кăларса пăрахнă. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Пурнăç авăрĕнче ишме вĕренеççĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 2002, 6 /, 5 с.

асаплану

п.с. Хĕн курни, асап тӳсни, тертленӳ; нушаланни. Асапланать вăл халь, çав асаплануран тухма çул шырать. А.Емельянов, 1971, 94 с. Каллех асаплану, шырав, куç хупмасăр çĕр каçнă каçсем. Ю.Силэм //Я-в, 1995, 9 /, 124 с. Чи хăрушши — асаплану [психикăна] ĕмĕрлĕхех хуçса хăварма пултарать. Т-ш, 2000, 34 /, 12 с. Чăн-чăн асаплану, чĕр тамăк — çапла хаклаççĕ мигрене чирлĕ çынсем. С-х, 2000, 36 /, 3 с.

асапçă

ç.с. 1. Асаплантаракан, хĕн кăтартакан, хур тăвакан çын. [Çав] сутăнчăксене, асапçăсене никам умĕнче те явап тыттарман. Н.Исмуков, 1990, 50 с. Палланă хушамат — Шитов, асапçă, Миттана «урнă йытă пек туллаканни». Я-в, 1991, 5 /, 8 с. 2. Асап тӳснĕ, хĕн курнă çын. Ăна [чиркĕве] студентсене хута кĕрекен асапçă Татьянăна халалланă. Х-р, 30.05.2001, 1 с.

асап-тĕсеп

п.с. Асап-нуша, асаплăх; хĕн-асап, терт-асап. Хунямана çул çинчи асап-тĕсеп çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа патăм. В.Петров, 1985, 206 с. Ял çыннин асап-тĕсепне ăнланса пулăшма тăрăшакан сахал халь. ХС, 1996, 32 /, 2 с. — халăхăн асап-тĕсепĕ (П.Хусанкай, 1977, 276 с.; Х-р, 17.07.1999, 2 с.).

имшер

п.в. Хăрăн, начарлан, ырханлан; имшерлен. Мăян çисе имшернĕ çынсене Чингиз саккунĕ ячĕпе хĕнеççĕ. Я.Ухсай, 1961 (Çĕр), 58 с. Виççĕмĕш уйăх асап вăл курать, сăн-кĕлетки имшерсех ун пырать. К-н, 1976, 21 /, 11 с. Туйăмлăх туртăмĕ имшерчĕ, сĕртĕнӳсен вĕрилĕхĕ ... сиверчĕ. С.Асамат, 1991, 33 с.

касамат

ч.с. Тĕрме, камера. Хупса лартчăр вĕсене... Касаматра çĕрччĕр. В.Алендей, 1986, 296 с. Кунта çăлакана пăталамаççĕ, поэтсене касамата хупмаççĕ. Н.Ишентей, 1997, 16 с. Следовательте, юстици комиссарĕнче ĕçленĕ чух вăл миçе çынна касамата ăсатни ... пирки паян кунччен те тулли хурав çук. ÇХ, 1999, 42 /, 5 с. Кураймарĕ Иван тете хăйĕн ывăлĕпе Митта Ваçлейĕ асап касамачĕсенчен хăтăлса тухнине. В.Ахун //Я-в, 1999, 11—12 /, 98 с. — касаматра касăл (Н.Исмуков, 1990, 104 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

чиркӳ I.

ĕненекен ушкăн. Халĕ эпĕ сирĕншĕн асап курса савăнатăп, хамăн ӳтĕмпе асапланса Христос Хăй ӳчĕшĕн курнă хурлăха тултаратăп, унăн ӳчĕ – Чиркӳ (ĕненекен ушкăн) пулать [Кол. 1:24]; Вăсене пурне те пĕрле вырăс чĕлхипе Чиркӳ (Церковь) тенĕ; вăл сăмах чăвашла Христос тĕнне тĕрĕс тытса тăракан халăх тени пулать [О боге 1891:120].

Çавăн пекех пăхăр:

террористла террорла терсер терт « терт-асап » терт-хастар терт-хур тертлĕ тертлĕ-шарлă тертлĕн

терт-асап
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150