Шырав: чула

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

алт

2.
долбить, выдалбливать
ăйăпа алт — долбить стамеской
курка алт — выдолбить ковш (деревянный)
Тумлам чула алтать. — посл. Капля долбит камень. (соотв. Вода камень точит).

вайкăнтар

то же, что вăйкăнтар
чула шывалла вайкăнтар — бросить камень в воду

вăрлаттар

II.
бросать, кидать, швырять с силой
чула вăрлаттар — с силой бросить камень

йăвантар

3.
катить
пĕрене йăвантар — катить бревно
чула çырмана йăвантарса яр — скатить камень в овраг

лăйма

1.
слизь
шыври чула лăйма витнĕ — камень в воде покрылся слизью

хайăр

3.
поддевать снизу, поднимать, приподнимать
чула лумпа хайăр — приподнять камень ломом
пĕренене вĕрлĕкпе хайăрса кустар — катить бревно, поддевая жердью

хăйăрла

II.

1.
превращать в песок
чула хăйăрла — дробить камень

хир

II. глаг.

1.
приподнимать, поддевать
пĕренене кӳсекпе хир  — поддеть бревно рычагом
чула лумпа хир — приподнять камень ломом
хирсе кăлар —
1) вывернуть, выкорчевать
йывăç тункатине хирсе кăлар — выкорчевать пень
2) перен. вытеснить, выгнать, выжить
ăна патакпа та хирсе кăлараймăн — его и палкой не выгонишь

чула

падать камнем
хурчка çĕрелле чуласа анчĕ — ястреб камнем упал на землю

чулат

то же, что чула

ярăнтар

2.
бросать, кидать
швырять
разг.
чула шывалла ярăнтар — швырнуть камень в воду

çаврашкалат

то же, что çавракалат
чула çаврашкалат — придать камню округлую форму

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

лар

садиться, сидеть; стоять; пӳрт ларать – дом стоит; ларт – садить; усаживать; ставить; пӳрт, йупа, çурта ларт – поставить избу, столб, свечу; ларчăк, ларкăç – сиделка, скамейка, козлы. Атăл ларас умĕн – пред тем, как Волге замерзнуть; йывăç лартса тухнă – посадили деревьев; мĕн чула ларчĕ сана ку çатан-урапа? Вуннă пăт ырăша – Во сколько тебе обошлась эта плетенка? В 10 пудов ржи. Лартса ӳстер – насададить; лавкка лар – торговать в лавке; улах лар – устраивать посиделки; темиçе çĕр ларса çийеççĕ – едят, рассевшись по разным местам; пичетлесе ларт – запечатать; чăркуççи çине ларса – преклонив колена; ыраш шăркана ларнă чух – когда цветет рожь; лара-тăра пĕлмен çынна паллă вилнĕ, теççĕ – кто себя держать не умеет, тот метку получит; лартса тĕрĕклентер – учредить; ес ларасскере йаратăн-ĕçке! - Он (гость) посидел бы (еще), а ты его не удерживаешь.

108 стр.

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сăтăр

(сыды̆р), тереть. Чăвашсем 35. Икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ. Собр. Куçă тĕкне сăтăрсан пĕр тĕкĕ тухсан, хăй тăванĕ килет, теççĕ. Кан. Чыстиех вăйсăрланса çитсе, хырăмĕпе юра сăтăрса йăнăшать. КС. Кусатран урапана сăтăрать. || Натирать, обтирать, потирать, растирать. N. Ман алла амальпе сăтăр-ха (потри мне руки). Латыш. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса çапла каласа ларать: тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. Хурамал. Çипе ăвăспа сăтăраççĕ (шаркнуть). Скотолеч. Малтан тăлапа сăтăрас пулать (растирать). Туперккульос 75. Типĕ тутăрпа сăтăраççĕ. Гладить. Юрк. Чи юлашкинчен хĕрĕ ларакан çĕре çавăтса пырсан (кобылу — кĕсре-выльăх), чĕлпĕрне çине тăхăннă тумтирийĕн тӳнтер енĕпе тытса, хĕрне (невесту) виç тапхăрччен тыттарат. Вăл та çапла тумтир аркипех тытса парат. Виç хутчен çапла сăтăрса тытса парсан, выльăхне вара кĕрӳшĕ каллех витине хупса хурат. ППТ. Вара чӳклеме пĕлекентерех çын куркапа çав ăсса улăхнă (принесенную) шыва ăсса илет те, çурăм тăрăх сăт(ă)ра-сăт(ă)ра: çырлах! çырлах! тесе, шыв ярат. (Уй чӳкĕ). Сунт. Кив самаскă лайăх уйăрăлтăр тесен, ăна вĕри утюкпа пусса сăтăрса тухмалла. || Скоблить, сгребать. Т.-И.-Шем. Çтена çинчи çуртисем çунса пĕте пуçласан, вĕсене çтена çинчен икерчĕпе сăтăрса илсе, хывнă чашчă çине пăрахаççĕ. ТХКА 72. Вăрман хĕрринче шĕшкĕ-качкине пĕтĕмпех сăтăрса пĕтернĕ. Эпĕ шала кĕтĕм. || Мазать (замазкой). || Проводить черту (по земле). Череп. || Рвать. Сред. Юм. Пĕр карман нăх (= нăк) сăтăрса тôхрăм (= татса тôхрăм). КС. Çĕмĕрт сăтăрас, срывать (особенно). Орау. Паян эпĕр хăмла сăтăртăмăр (снимали хмель). || Тащить, волочить. Чхĕйп. Çав хĕртнĕ чула тĕпелтен пуçласа пӳрт таврала сак тăрăх сăтăрса (= сĕтĕрсе) çавăрнă та, тула тухса вилнĕ çын хыççăн утса янă. Ир. Сывл. 24. Тапаланать малалла „букçир“ тенĕ япала, пилĕк паршă сăтăрса. Альш. † Çулă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. См. сĕтĕр. || Драть, загребать. N. Ку çын икçĕр тенкĕ сăтăрат (загреб, сгорстал), тет те, килне каят, тет. Юрк. Пирĕн улпутсем жалованье пит лайăх сăтăрнă. || Убежать, удрать. Ст. Чек. Ачасем хуçаран хăранипе киле сăтăрнă. || Бить. Хурамал. Çитменне тата, этемсем ака тунă чух лашисене çапла çапаççĕ тесе, упана пыра-пыра чăпăрккапа сăтăрнă тилĕ. || Уничтожать. П. Сормово. Салтак хĕçе сулса ячĕ, тет те, вăрмана сăтăрса касса анчах тăкрĕ, тет. N. Пулемйотпа сăтăрса тăкаççĕ. N. Сисмен хутран хай хулана çĕмĕре пуçланă, вара пĕтĕмпе çĕмĕрсе (сăтăрса) тухнă. || Склонить на свою сторону. Юрк. Вырăссем вĕсене хăйсем алли айне туртса иличчен, кĕсем (эту) хăйсем енне сăтăрса илме тăрăшнă. || Вытирать. Ст. Чек. Типĕ япалапа хытă пусса шăлса илес. || Волочить. КС. Сăкманне сăтăрса пырать (волочит).

такăн

(тагы̆н), спотыкаться, запинаться. Сĕт-к. Паян виççĕ (трижды) такăнса ӳкрĕм. N. Лаша виллисем çине такăна-такăна ӳксе таратпăр. Бежим, запинаясь о трупы лошадей. N. Ура такăна пуçларĕ, пурăнăç каялла каять пулĕ. N. Чул çине такăнчĕ. Он запнулся о камень. Буин. Чула (пĕренене) такăнса ӳкрĕм. Ядр. Чултан такăнса ӳкрĕм. N. Пуçтарнă чухне пĕчĕкреххи, астумасăр типĕ хулă çине такăнса ӳкнĕ. N. Намăс мар-и, тăванăм, çак хулăран такăнса ӳкме! Манăн ура айне пĕрене хурсан та, эпĕ нимпе те ӳкес çук! N. Эпĕ тумхах çине такăнса ӳкрĕм. БАБ. Ватăлмасăр вилес мăр, такăнмасăр ӳкес мар. (Гов. в конце моленья „ӳчӳк“). Сред. Юм. Такнакана тап котĕнчен, тесе ахаль каламаççĕ çав: тин çиç матки вилнĕччĕ-ха, ôнтан çонса кайрĕ, халь кăçал каллах çавăннех лашине вăрласа кайнă. Ib. Пĕр такна (такна) пуçласан çын такнатех ôлă. Раз человек начал спотыкаться, ему все неудача. Ib. Çын, пĕр такна пуçласан, такнатех вара: пĕлтĕр çонса кайрĕ, кăçал пĕррĕ ôлталаса пин тенкĕ лартнă, тепĕр каллах пилĕк-çĕр тенкĕ упиткă полнă, тет. || В перен. см. СПВВ. Такăнас — не ладить, спорить. || Смешиваться (при счете).

тапрат

(-рат), сдвинуть, стронуть с места, шевелить. N. Вырăнтан та тапратмалла мар. С места не сдвинешь. Г. А. Отрыв. Шалт тăрмашаççĕ —тапратса яраймаççĕ урапана. N. Улпут ывăлĕсем тем чухлĕ хăтлансассăн та, чула вырăнĕнчен тапратаймарĕç (не стронули), тет. Чотай. † Кçал та пира çын çини ик пар лаша тапратас çок. || В перен. см. Бр. и. водку 5. Орау. Ăна вырăнтан алхапăлтах тапратаймăн. Его ничем не развеселишь. || Начать. ГТТ. Эпĕ тапратса анчах паратăп (кладу начало), çырмалли маяк, çул анчах кăтартса паратăп. В. С. Разум. КЧП. Тапратнă ĕçе туса пĕтер. N. Ахаль калаçса ларнă хушăра чуна çăласси çинчен те тапратса калаçатăп (завожу разговор). Кан. Ĕçкĕ тапратса ярса, пĕр чарăнмасăр талăкĕпех ĕçнĕ. Регули 566. Ыран ĕçлеме тапратăпăр (поçлăпăр). ЧС. Сак çине ларса калаçма тапраттăрĕç. N. (Ачасем) пĕр-пĕринпеле шывпа сирпĕтмелле выляма тапратрĕç. || Упоминать, вспоминать (в разговоре). N. Сана тапратсан, питĕ макăрать. N. Кам мана тапратса сăмахлат, çавсене пурне те салам калăр. Юрк. Кĕсĕм килне таврăнсан, укçа пирки калаçнине пĕрте тапратса калаçмаççĕ те (не заводили речи)… || Беспокоить. Вир-ял. † Пирĕн пек çамрăк ачасене çын тапратман кун иртмес. (Можно понять и в предыд. знач.). N. Чĕрене тапратакан сăмах, „убийственные речи“. || Побудить кого к чему (научить). В. Олг. Коракыш. Патша арăмĕ чĕлхеç пулнă, Ивана арăмĕ çинчен мантарнă та, хăйпе пĕрле венчете кайма тапратнă. || Тревожить, повредить (напр. поясницу, кору дерева). || Возбуждать. ГТТ. Шухăша тапратать. Поднимает вереницу мыслей. Возбуждает (чипер арăмпа калаçсан). N. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрни, лапка-лапка юр çăвни, çынсен чунне тапратать, хĕлле çине пăхтарать. || Встревожить, всполошить. Paas. Шик шăхăртăм, йăттăне тапратрăм. ГТТ. Чĕрене тапратать. Хватает за сердце (песня). Вредит сердцу (вызывает ненормальные явления в сердце). || Вымнеть. Ст. Чек. Ĕне тапратат (за З недели до отела). Признаки: вымя увеличивается, перестает доить, çинтĕр ярат). N. Ĕнисем вĕсен тапратаççĕ те, пăруласа параççĕ. N. Тапратат (или: таппăратат, о корове). Юрк. Ырхан ĕне аван тапратса тултарса, аван пăру туса парса, аван та нумай сĕт парас-и (может ли дать)? КС. Ĕнисем (упомянутые коровы), самай тапратнă чух мăнтăрскерсемех, сасартăк тăрайми пулчĕç. Альш. Ĕне тапратса тултарнă (завымнела, скоро отелится). Ib. Вăл тапратса тултарнă, час пăрулĕ. N. Тата пĕр путек пулнă. Тăватă сурăх тапратса тултарнă. N. Ĕне час пăруламалла-и? тапратат-и вăл? N. Сорăхсам пранламан, тапратаççĕ. См. тăпăрăслă. N. Ĕне пăрулас патнех çитет, тапратнă сĕт полать. || В шутку о женщ. Сред. Юм. Тапратса толтарнă ĕнтĕ, халех пăрулать (матка, т. е. жена).

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

тумла

(тумла), капля. Çутт. Купаласа хунă утă çине çăмăр тумламĕсем тумлаççĕ, N. Алтаккин кунĕ (1 марта ст. ст.) юхнă тумлана усраса, унпала сапсан, хăяр аван пулат, тет (поверье). Б. 13. Тумла та чула шăтарать. Сятра: томла jоҕат. Т. II. Загадки. Сăмсасăр кăвакал пăр шăтарать. (Тумла юхни). Хорачка. Çорт çинчен томла анат (капает). Хурамал. Раштавра тумла юхсан, çулла тăм ӳкет, теççĕ. N. Кăрлаçра (в январе) тумла юхсассăн, çулла тăм ӳкет, тĕççĕ. Слеп. Томла йохса шăнса ларчĕ. || Пот. В. Олг. Питрен томла йохат.

хайăр

(хаjы̆р), приподнимать, разворачивать, поворачивать. Альш. Акă хайхи пырникпе хайăрма тытăнат. Сред. Юм. Пĕренене кирек мĕн айĕнчен хӳсекпе кăларас тессине хайăрса кăларас, теççĕ. N. Çăрине хайăрса ват. Изамб. Т. Пĕренене рычакпа хайăраççĕ (приподнимают). Ib. Арман чулне тăкма çĕкленĕ чухне хайăраççĕ (приподнимают). Ау 16°. Вĕсем çывăрса кайсан, ку хайăра-хайăра чула ӳкерет. N. Пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. (Послов.). Чăв.-к. Унтан хăй кашкăр çăварне хайăрма тытăннă. Хурамал. Акапуçне юплешкепе хайăрса хураççĕ. Ib. Çирĕке кăшт хайăрсассăнах хуçăлса каять. Ib. Пысăк чула пĕччен кăна кӳсекпе хайăрсан, пысăк чул пулсан хускалмасть. Орау. Хайăр = хир. СПВВ. БМ. Хайăрас, хирес, раздвигать, разворачивать рычагом. Пазух. † Йыснаçăмах Ентип пур, пăтă çисе кӳпĕннĕ. Çуллă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. N. Мĕкĕрт сысна çĕр хайăрать. (Ака). || В переносном смысле. Сред. Юм. Хайăрса пăхать (çиленсе, шôр куçне кăларса пăхакан çынна калаççĕ).

хутăшлă

смешанный, смешанно. Б. Олг. Пăрлă хотăшлă йор çуат. N. Юрлă хутăшлă çăмăр çăвать. Изамб. Т. Час-часах кантарпа пуса хутăшлă арлаççĕ. N. Ах, ку хутăшлă япала! Авăртма йăвăр-çке, инки, чула хыт сăтăрать. ТХКА 84. Эпĕ ĕнтĕ çавăнпа чăвашпа тутар хутăшлă çын. N. Хăвă шухăшла, еплĕпе юнлă хутăшлă шăв ĕçрĕмĕр. Сунт. Юлашки кĕреçе мăянпа хутăшлă тыррине ывăтма тăнăччĕ Хватей, вара ырашĕ те сăвăрса пĕтетчĕ.

хăнк

(хы̆ҥк), употребляется в смысле хоть бы что. Сунт. Акăлчан чĕлхинче ют сăмах туллиех, акăлчан чĕл-хи уншăн хăнк та тумасть. Хурамал. Пысăк чула пĕччен кăна кӳсекпе хайăрсан пысăк чул пулсан хускалмасть; вара калаççĕ: хăнк та тумасть чулу (кисренмест те), Ib. Эп пĕр çынна çавна кайса ĕçле-ха терĕм те, хăнк та тумарĕ ман сăмахпа, хускалмарĕ те.

курак сăмси

назв. особых щипцов, напр. для затягивания проволоки. Череп. || Клевач? Ст. Чек. Курак сăмси — чула чавма, шапине яма (на мельн.).

кăлайла

назв. игры в шар. Череп? Кăлайла = пăккалла выляни. Пĕр пысăк шăтăк алтаççĕ. Ун йĕри-таврашне тата кĕçĕн шăтăксем алтаççĕ, пысăк шăтăксем алтаççĕ. Пысăк шăтăкне кĕçĕн чул патакне (?) яраççĕ. унтан пурте, атсем, илеççĕ патак, атту чукмар; унтан тытăнаççĕ, ăна ура пуç çине хурса ытаççĕ; хăшин патакĕ хыçала юлат, çав вăл вара кĕтӳçи пулать. Кĕтӳçи пысăк шăтăкри чула сыхлат, ыттисем кĕçĕн шăтăксене патак чиксе сыхлаççĕ. Унтан пысăк шăтăкри чула çапса кăлараççĕ. Кĕтӳçи, вĕсем çапнă чухне, вĕсен шăтăкне чикме тăрăшать; хăшин шăтăкне чиксе ĕлкĕрет, çав вара кĕтӳçĕ пулать. Вара çапла хăçан хăйсен кăмăлĕ таврăначчен (пока не наскучит) выляççĕ. Кĕтӳçĕ хăй шăтăкĕнчен çапса кăларнă кăлая каялла кӳртсен, улшуй, тет. Ыттисем вара хăйсем йышăннă шăтăксене улăштараççĕ; кĕтӳçĕ те çавăн чухне йышăнса юлат, ĕлкĕрейсен. Кам шăтăк йышăнайманни кĕтӳçĕ пулать. Альш. Кĕркунне ачасеи урамра пăх муклашкисен(е) туяпа çапа-çапа ямалла выляççĕ. çавна: кăлайла выляс, теççĕ. Пăх муклашкине кăлай теççĕ, туйине кăлай туйи теççĕ; унăн вĕçĕ турчăканнĕ пек кукăр пулать. Зап. ВНО. Кăлайла выляни — такая игра, когда двое стараются вкатить деревянный шарик в особые ямочки в земле.

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăлтталăк

см. арман. Н. Карм. Кăлтталăк — ăлăхтараканни (чула пусармалли, ăлăхтармалли).

кăн

кăнн, подр. звону (теньканью)? Çиç. çиçрĕ кĕм. 68. Утнă чухне темскер кăн-кăн, тăн-тан тăвать вĕсен. || Подр. остолбенелому, изумленному взгляду. Урук. Кăнн! пăхса тăрать. || Подр. ошалелому взгляду. Орау. Пирн сасса илтрĕ те, хăлхасăрскер, сысна пек, кăнн пăхать. || Подр. звуку камня, брошенного с кнута. Орау. Чула пушăпа персе ятăм та (бросил камень с кнута), кăнн! (кы̆нн) туса карĕ (полетел со звуком). || Подр. звуку от плахи, кинутой через забор на жесткую землю (другой обозначил то же самое мимемой пăн). || Подр. остолбенению. Ачач 58. Ачасем вара, пĕр çĕре пуçтарăнса, кăнн! хытса тăчĕç.

тĕпек тимĕри

какая-то железная часть порхлицы. Н. Карм. Тĕпек тимĕри (над йĕке, чула çавăраканни).

чалтлат

(ч’алтлат), производить всплеск (о камне, пускаемом по поверхности воды). Яраба-к. КС. Çӳхе чула шыв çине персен чалтлатса каять. || КС. Салакайăк чалтлатса сикет.

чул

чол (ц’ул, ч’ул, ч’ол), камень. N. Чул катăкĕ, обломок камня. Дик. леб. З6. Темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тĕп-тикĕс якатаççĕ. Ib. 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. N. Лаша урисемпе чула çаптарнипе вут тухса пырать. N. Лаша чĕрнине (урипе) чула хыртарса илчĕ те, чултан вут тухса кайрĕ. Пазух. † Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен чĕрене чул хурса та çӳрерĕм. Янгильд. Петĕрĕн ори лашапа çона таптаса кайнă тĕлте чол пак шыçса кайнă. Яргуньк. Чул пуçтарать вăл сана пемешкĕн. || Мельничный жернов. N. Чул тăх, ковать мельничный жернов. Якейк. Чолта виçĕ кăшăл. На жернове три обруча. Изамб. Т. Çав армансенче виç чултан ытла авăрмаст. Ib. Чул çĕкленнипе армана хытă кайсан пусараççĕ. || Каменка. N. Мунчийĕн лавкки ылттăн, чулĕ мерчен, мĕлĕки пурçăн. (Такмак). N. Мунчи уртăш йывăçĕнчен, çийĕ калай, лапки кĕленче, чулĕ мерчен, ăшши шерпет, милĕкĕ пурçăн, валашки пăхăр, курки кĕмĕл. (Такмак). Образцы 20. † Мунча чулĕ тикĕссĕр, ăшши яма кăмăлсăр. || Соль. N. Ишек енелле тăвара чол теççĕ. Вомбу-к. Сире чол кирлĕ поль-ха, тесе каларĕ, тет. || Каменный. Ск. и пред. чув. 104. Хăйĕн анлă кăкăрне чул чышкипе чăмăрлать. Ib. ЗЗ. Эпир иксĕмĕр сăмахпа чул çурт та лартатпăр. Образцы 78. † Пирĕн аттенĕн чул пусма, чул пусмана хăпарма вăйлă, тăнлă çын кирлĕ.

чулле

чолла, назв. игры. Якейк. Чолла теминчейĕн те вылляма йорать. Сăмахран калас, воник чолпа иккĕн вылляс полсан, кашни олтшар чол, виççĕн вылляс тĕк — тăватшар чол полать. Чолсене уçа илеç те çӳлелле прахаç, чолсам ӳкиччен ал тӳртне çӳлелле тытаççĕ. Ал тӳрт çине ларнă чолсене калях çӳлелле прахаç те, уç топань çине ӳкереççĕ, уç топанне минче чол кĕрет, çан чол чол тытрăм теççĕ. Хайпăр хăй тӳпине тытмасан. Çан чол суххари кивçене кĕтĕн, теççĕ. Вылляса ăвăнсассăн прахаççĕ. Эп сана пасăр вăтăр пилĕк çуххари кивçене кĕтĕм, халь эс мана пилĕк суххари кивçене кĕтĕн. Ib. Чолла çирĕм чолпа та вылляма йорать. Ăна иккĕн, виççĕн, тăваттăн, воннăн та вылляççĕ (бросают камни вверх и ловят их). Ст. Чек. Чулла выляни. Пилĕк чулпа выляççĕ. Пĕр чулне çӳле ытса ярат, ăна тытат та, çав вăхăтрах чул илет: малтан пĕрер, унтан икшер, унтан пĕрре виççĕ, тепĕре пĕрне илеççĕ. Вара пурне те хурат çĕре те, хăшĕ тесе ыйтат тепĕринчен (унта иккĕн выляççи, виççĕн-и); лешĕ пĕр чулне кăтартат. Выляканĕ сулахай аллипе шитласа виçнĕ чухнехи пек тытат: пуç пӳрнине, вăталăх пӳрнине, вăталăх пӳрни çине шĕвĕр пӳрнине хурат. Кăтартнă чулне çӳле ярат, вăл аначчен пĕр чулне сулахай алли патне тĕртет, е виттĕр кăларат. Çапла пур чулне те кăларат. Тепĕре кăларма тытăнат, тепĕре кăларма тытăнсан пĕрре кăларсан, пĕр мая пулат, тепĕрне кăларсан икĕ мая. Çапла хисеплеççĕ: кам çĕнтерет, çавна çĕнейменни йăтат; вылянă чух, чула алла илнĕ чух çӳле ытнă чула тытаймасан, вăл çĕре ӳксен ку вăйă выляни хăрат, чулсем тепĕрин патне каяççĕ унăн пĕтсен е хăрсан, малтан выляканĕ çĕнĕрен вылят.

шакка

стучать. N. Кĕçĕр хуралçă çĕр-хута шаккарĕ. N. Тахăшĕ чӳречене (чӳречерен) патакпа шаккарĕ. Карсун. Çав кун пĕр çын чӳречерен шаккаса: пухăва тухăр, паянхи каç пурте мунча хутса кĕрĕр, терĕ. Васильев. Каллах шаккать кантăкран. Альш. Тăватă уччастка тăватă урăм хуралçи. Вĕсем çĕрле туясем шаккаса çӳреççĕ вара. N. Кĕçĕр хуралçă çĕрĕпе шаккарĕ. Хăр. Палля 7. Хулăн кĕнекене шаккаса: мĕн ыратать? тесе чĕнет. ТХКА 129. Йăс чĕлĕмне тытрĕ те, сакă çумне шаккаса, кукăр пуçа тасатса, çапла сăмах калаçать... А.-п. й. З9. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тĕррине хăпарса ларчĕ те шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шакасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. Ib. 42. Тимуххан килĕнче виçĕ ахар йытă пулнă. Хапхана шакканă сасса илтсенех, кĕсем сикрĕç-тухрĕç те урама, тытĕнчĕç тилле хăваламашкĕн. Юрк. Пĕр çур çул ытла вĕренсе, темиçе урай хăми пек хулăн хăмасене шаккаса шăтарса пĕтерсен, тин пĕртак парапан çапма вĕренет. Кан. Çав чăркуççи çинче кукленсе чула шаккаса лараканскер çын вăл. || Плести (о лаптях). Кан. Хресченсем пӳртре пĕчĕк пуçлĕ çăпатисене шакка пуçларĕç. || Бить. Никит. Лешĕ кушак мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать. Альш. Тытăнать, тет, ку тукмакĕ кунăн тетĕшĕсене шаккама. N. Ку таранччен пере (= пире) пит хытă хуса килчĕç, ура кĕлинчен шаккасах. || Убивать. Орау. Шаккаса пăрахнă, убили, укокошили. СТИК. Шаккаса пăрахнă, укокошили, пристукнули. || Расколоть, разбить (напр. стекла в доме). Кан. Христохвора мĕн,— каять те шаккать. || Кушать, есть. Кильд. Тытса чарăнми кăвак лаша пур, тапăртатса вăл пырать, вăлă мĕншĕн кĕçенет, типĕтнĕ сĕлле вăл шаккать. Ала З0°. Чăнкăр та чăнкăр трантас пур, çавă трантас мĕскершĕн, сысна çуне вăл шаккать. Орау. Шаккăр, шаккăр çăмартисене! Кушайте. N. Шакка! (яйцо), т. е. ешь. || Пить. Ерех. Пит вăйлă вĕсем кунта ĕçрĕç, пĕр четвĕрт эрехе шаккарĕç (выпили). Унтан тата вунă путилкке сăра ĕçрĕç. || Высекать огонь. || Наказывать. N. Никам та ан пăрăнăр, пире ан пăрахăр, пирĕн хута кĕрĕр, тесе шаккаса каласа ямарĕç-и? || Щелкать. Баран. 25. Шăртне тăратнă, шăлне шаккать (волк). Ib. 124. Ик уранăн тăрать, хăрушă мĕкĕре пуçлать, шăлне шаккать (медведь). || Намекать и требовать. Орау. Ку Ларкка укçашăн шаккать те шаккать, çтан тупса парас куна. Ib. Куçлăхне çухатсан тепре илтересшĕн пайтах шаккарĕ те, эпĕ те питех хыпмарăм. || В переносном значенни (в форме деепричастия, чаще всего означает — ни с чем, безрезультатно). Орау. Ала илме карăм та, малтан парап терĕ, унтан арăмĕпе темскер тухса пăшалтатрĕç те, памарĕ те. Ахалех шаккаса килтĕм вара (ни с чем вернулся). Якейк. Ман Ивантан виç тенкĕ илмеле те-хе, тахçан илес.— Пайтах шаккаса (илимасăр) çӳрĕн-ха! Вăл çынна часах кăларса памасть.

шаклаттар

понуд. ф. от шаклат.; стучать, щелкать. N. Эп она порнепелен сăмсинчен шаклаттартăм. Çутт. 69. Шăлсене шаклаттарса пырать. N. Шаклаттарса илчĕ атти кĕллине. Эльбарус. Патаксемпе шаклаттарса йомана порте харс çапаттăмăр. N. Ху шаклаттарса утнипе сасă ан ту. 93 çул. З5. Лаша чĕрни чула шаклаттарса илет. Ib. 70. Унтан сылтăм аллине тăратса пӳрнисене шаклаттарнă. КС. Пӳрнисене шаклаттарчĕ. Ib. Пӳрнипе сĕтеле шаклаттарчĕ. Ib. Патакпа сĕтеле шаклаттарчĕ (тонкою палкою и пр.). Ib. Çав ача паян кунĕпех мăйăр шаклаттарса çӳрерĕ. Шурăм-п. № 2З. Хăйсем кам миçе хут шаклаттарнине шутлаççĕ. Ib. Кĕртсен (если попадет в кон), хăй шаклаттараканни пулать; кĕртмесен, патак ывăтаканнинчех юлать. || Переносно — пить. Яргуньк. Шаклаттарать анчах. Пьет (водку) стакан за стаканом. N. Шаклаттарса яр, выпять (напр., вина).

шапăр

подр. текущей жидкости или сыпучего тела. N. Шапăр-шапăр, подр. поту, текущему градом. N. Шапăр-шапăр куççул, ай, тăкăнать. Альш. Çĕре шапăр-шапăр шултăра пăр çăва пуçларĕ, хӳме кутне темĕн чухлĕ купаларĕ. КС. Кас-кас çил килсен, çăмăр шапăрр-шапăрр тăва-тăва каять (напр.; ударяет в окно или „пӳрт пуçне“ и пр.). Ib. Шыв шапăрр! килсе çапăнчĕ (брызг). СТИК. Шыв шапăрр тăкăнчĕ (çӳлĕ çĕртен, сăмахран — пӳрт тăрринчен тăксан). Сред. Юм. Кĕленчерен шыв тăксан, çĕре ӳкнĕ чôхне шапăр-шапăр туса йôхать. N. Чула пĕрех патакпа çапрĕ, тет те, чултан шапăрах шыв юхса тухрĕ, тет. КС. Çыр хĕрĕнчен шыва вĕт чул шапăрах тăкăнчĕ. Ib. Хутаç çурăлса кайрĕ те, мăйăр шапăрах юхса тухрĕ. Ib. Хутаç çурăлса кайрĕ те, мăйăр шапăрр! юхса тухрĕ. Ib. Пăрçа шапăрах тăкăнать. СТИК. Пăрçана урайне шапăрр тăкса ятăм. Ст. Чек. Типĕ ыраш тиенĕ чух, капана хунă чух шапăр-шапăр туса юхат. || Сред. Юм. Кушелке шăтăк та, алла илсенех шăтăкĕнчен шапăрр! туса окçасĕм тôхса ӳкрĕç.

шыври

находящийся в воде. То же, что шыв шуйтанĕ, водяной. Альш. Шыври шыва туртса илет, çын шыва кайсан. Шыврисем çакăнаççĕ ăна шыва кĕнĕ чухне, çавăнпа йывăррăн туйăнса, йывăрланса шыва каят çын, теççĕ. М. Сунчел. Чăвашсем чирлесен-тусан: шыв шуйтанĕ тытрĕ, тесе, час-часах шыврине чӳклеççĕ. Шыврине пăтăпа чӳклемеççĕ, вăл çемçе çимене юратат, тет, çавăнпа ăна мимĕрпе чӳклеççĕ. Мимĕр пĕçерсен кĕлетки туса хураççĕ те, хуранĕпех вак кутне илсе кайса, ак çапла чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле, çырлах, асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çак картлă-картлă пашалува паратпăр. Эсĕ курайман кукăр-макăр хурăн вуттипе пĕçернĕ мимĕре паратпăр. Усалли шыв тĕпĕнче вырттăр, ырлăхĕ çак пирĕн чирлĕ çынна çиттĕр“, теççĕ те, мимĕре, пашалăва, чустаран тунă шуйтана шыва ярат та, тӳрех киле чупса таврăнат. Киле таврансан хĕрт-сурта та мимĕр параççĕ. Собр. Шыва кĕнĕ чух талашса кĕрсессĕн, шыври туртса кĕртсе вĕлерет, теççĕ. Ib. Шыва кайса вилнĕ çынсенчен шыври пулать, теççĕ. N. Шыври вăл пит усал теççĕ, вăл çынсене пит хăратать, теççĕ, вăл особенно çынсене каçма çинче курăнать, теççĕ. М. Яуши. Атăлтан шыврисем виççĕн туххăрçĕ, тет те, çак луткă тăрне хăпарса ларчĕçĕ, тет те, шыври асли калать, тет, кĕçĕннисене. N. Хай шыври çитрĕ, тет. Собр. Пӳртре — хĕрт-сурт, шывра-шыври, вăрманта — арçури пур, теççĕ. Сюгал-Яуш. Кайран шывран шыври тухрĕ, тет те, çынна калать, тет: ан хуйхăр, сана хаклă йышши чула илсе тухса ларăп, терĕ, тет. || Бранное слово. Альш. Шыврипе хутăш! теççĕ çынна. Усалтараххине: тип çĕрти пек, теççĕ. Ст. Чек. Ваççинкка арăмĕ унта шыври пек.

шăтар

понуд. ф, от гл. шăт; проращивать. N. Вăрлăх шăтарни, проращивание семян. Виçĕ пус. 8. Анчах пирĕн хресчен çынни хăй акса шăтарнă тырă-пулла пăхса, ăна кирлĕ апат çимĕçсем парса ӳстерме пĕлеймест. Собр. Купăста вăрине шăтармасан, купăста туни хулăн пулат. ТХКА 76. Купăста хамах шăтарса лартрăм, ăна ир те, каç та шыв сапап. Б. Олг. Мăкпала хăяр шăтарас. Чхĕйп. Вăрлăха кирек ăçта аксан та, çĕр çавах шăтарса кăларат (земля заставляет его пустить росток). || Продырявить, выдалбливать, просверливать, пробуравливать, прокалывать, пронзить. Букв. 1900. Тумла та тумла-тумла чула шăтарать. Изамб. Т. Алăкне темиçе тĕлтен çап-çаврака шăтарса тухнă, тет (молния). Ib. Çавăнтах тата çăмарта шăтарса яраççĕ. Тут же выпускают яйцо. БАБ. Мăйĕнчен шăтарса пĕр витре юн юхтарса илчĕ тет. Рекеев. Ах ачам, ачам! Пуçна шăтартăн! (прошаб). N. Коçне çапса шăтарнă сорхори сăри ĕçнĕ çĕрте. Эльбарус. Пĕр шĕвĕр патак тĕл полса таçтан шăтарса пăрахать поль тесе анчах йăваланса анатăп. Панклеи. Ача тӳшекки çине пырса алипе посса пăхнă та, он алине шĕвĕр шăнă виттĕрех шăтарса кăларнă. N. Курăк тымарĕсене шăтарса кăларма. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм ыттисенчен иртсе шăтарса кĕрсе выраççĕ. || Альш. Мĕн пит шăтарса пăхатăн. Что ты уставился? Икково. Мĕн шăтарас пек ман çия пăхатăн? (уставился). N. Кашни салтака шăтарас пек куçран пăхать. Ядр. Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. N. Çамрăксем хĕрсен куçне шăтарасла (шăтарас пек) вăкăр майлă пăхса лараççĕ. || N. Тен шăт шăтармалла та выляни.

панчалт

(панџ̌алт), подр. плеску, который получается при падении тяжелого предмета в воду. Орау. Каллĕ-маллĕ пĕр-иккĕ сулланă та, шыва: панчалт! тутарнă. СТИК. Пысăк чула шыва прахсан, вăл панчалт туса анса каят.

пĕр пек

одинаковый, ровный. Изамб. Т. Пăлан (у р. Булы) икĕ хĕрри те пĕр пекĕрех. Капк. Чула (жернов) пĕр пекрех антарарах ятăм та (чтобы мельница молола не так сильно и не так тихо), кĕлете питĕрсе пӳрте кĕтĕм.

арман

(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.

алтан

(алдан), i. q. автан. N. Чул варрине тыр юхмалли вулак хушшинчи шакăртатса тăракан патака «алтан» теççĕ. Палочку, производящую трескотню и находящуюся между отверстием жернова и корытцем, из которого сыплется зерно, называют алтан. Торх. Алтан, куркана чĕтретсе, тырра юхтарать. Палец трясет корытце и заставляет сыпаться хлеб. П. И. Орлов. Алтан чула пернсе кĕрпе вулашкине сиккелеттерет те, вара тырă чул варне анать (39о).

ăраман

(ы̆раман), machina quaedam, quae catilli invertendi causa adhibetur. N. Чула тӳнтермелли = араман.

йĕке куккăри хурами

quaedam pars K in fusi ferrei curvaturam inserta, cuius assiduo motu cribra, cum quibus connexa est, concutiuntur, часть К, надеваемая на колено веретена и трясущая сита. П. И. Орлов. Йĕке куккăри хурамисем (50) икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: пĕр тĕрли йĕке çавăрăннă чухне йĕке çуммĕнче хуçăлмаçть (не сгибается) те, чула пĕр пек тикĕс çавăрнма памаçть, алана ытла силлет; тепри (50а) иккĕллĕ те, йĕке çанăрнă чухне хуçăлать (сгибается), вара чула пĕр пек çавăрнма чармаçть.

йĕке тĕпĕ

(т̚э̆бэ̆), i. q. ferrum cayum, cui Innititur арман йĕки. Подоятка. Тоскаево. Йĕке тĕпĕ çинче ултура йĕкийĕн аялти вĕçĕ çаврăнса тăрать. На подпятке вертится нижний конец стояка. Вута-б. Йĕке-тĕп — подпятка. П. И. Орлов. Йĕке тĕп çине арман йĕки тăрăнса, çавăрнса, чула çавăрать (31а).

канчук

(кан’ук), a v. Russ. конёк, i. q. автан. Конёк, палка прикрепленная к корытцу (валашка). Ст. Чек. Турх. Чула кашт-кашт перĕнсе тăраканнине вырăсла конёк теççĕ. То, что стучит, задевая за жёрнов, называется по-русски коньком.

çӳлти пăрăс

(с’ӳл’ди п̚ы̆ры̆с, с’ӳл’д’и п̚ы̃ры̃с). 1. Tignum quoddam, quod, cum molas incidi opus est, hue illuc mover! potest. А. Турх. Çӳлти пăрăс — чула тăхнă чух шутарса çӳрекенни (К). «Верхний брус» — тот, который передвигается при ковке камня. 2. Trabes transversa, qua palorum (пелнока) сарita superiora retinentur. Якейк. Çӳлти пăрăс вăл кĕпер умăнче, вĕçĕсем холхасенчен тытăнса тăраççĕ; çак пăрăс пелнокасене çӳл вĕçĕнчен тытса тăрать. Пелнокасене аял вĕçĕнчен тытса тăракан пăрăса красный пăрăс теççĕ. «Верхиий брус» — перед мостом; концы его укреплены в холха; этот брус поддерживает с верхнего конца белоноги. Тот брус, который поддерживает белоноги с нижнего конца, зовут красным брусом.

самаставкка

(lege: самастафка), v. Russ. ferrum transversum satis longum, a medio incurvatum, quod ita inclusum est in catillo, ut media sui parte fuso ferreo (йĕке) incumbens catillum suspensum teneat neque in versando atteri patiatur. Самоставка. Ст. Чек. Самаставкка чула чут çĕклесе тăрат, вăл чула çийĕнме памас. Самоставка слегка поддерживает жернов на весу и не дает ему стираться. Ib. Самоставка çиелти чул çумĕнче.

тĕпек

(т’ӧ̆бэк’, тэ̆бэк), ferrum planum oblongum, forma quadrata, quod in foramen catilli transverse inclusum est; in eius foramina furcae ferreae (yxват) fusique (йĕке) capita inseruntur. Tale quiddam Roman! veteres subscudem ferream vocitasse videntur (v. Vitr. X, 5). Параплица, порхлица. Чула çавăракан йĕке тăрринче тĕпек; тĕпексĕр чул тăмасть. На верхнем конце веретена, вращающего камень, есть порхлица; без порхлицы камень держаться не может. Тоскаево. Тĕпек мĕн пурĕ виççĕ пулать: çиелти тĕпек, в(ă)та çĕрти тĕпек, аялти тĕпек. Çиелти тĕпеке йĕке тыткине тыттарса хураççĕ, вăл çиелти чул çинче выртать, вăта çĕрти тĕпек аялти чул çинче выртать; аялти тĕпек чул йĕки çумĕнче тытăнса тăрать. Порхлиц всего бывает три: верхняя, средняя и нижняя. Верхнюю порхлицу вставляют ухватив ее ухватом; она лежит на верхнем камне. Средняя порхлица лежит на нижнем камне, а нижняя держится на веретене. (Все это сомнительно; о трех параплицах я не слыхал: их бывает не более двух; см. шапа). Якейк. Тĕпек, ăна тимĕртен тунă, вăл чолă çавăрать. Пораплица сделана из железа, она вертит камень. Асан. «Тĕпек — большов железо в жернове, на которое упирается ухват» (у ветрянки). П. И. Орлов. Чул тĕпек чул йĕки тăрăнче тăрать. Порхлица находится на веретене (К5). А. Турх. Тĕпек — чула çавăраканни. Йĕке тăрринче тĕпек. Тĕпексĕр чул тăмас.

чул савăлĕ

cunei, quibus molae librandae causa utuntur «клинья для выравнивания камня». (З5a ?). П. И. Орлов. Чул савăлĕсем чула пĕр пек тума кирлĕ, вăсем чулпа чул кашти хушшинче хĕсĕнсе тăраççĕ; вăл мĕн пурĕ тăваттă, чулăн пĕр хĕрне çĕклес пулсан, çав тĕлти савăла çапса чула хăпартаççĕ.

хирлӳ

(х’ирл’ӳ), funis (nunc ferrum quoque), quo adducto aut relaxato йĕке пăрăсĕ attolli aut demitti potest. Тоскаево. Хирлӳпеле чула антарса ăлăхтараççĕ; çăнăха вĕтĕ тăвас тесессĕн, чула ăлăхтарарах парас пулать; çăнăха шултăрарах авăртас тесессĕн, чула антарас пулать. Посредством «тетивы» опускают и подымают камень. Если желают, чтобы мука была помельче, надо несколько приподнять камень; а если хотят смолоть покрупнее, то надо его опустить.

хирлӳ пăркăçĕ

(п̚ы̆ргы̆з’э̆), пăркăç, lignum breve rotundum manubriatum, quo funis ille, qui xepaj appellatur, addud relaxarive potest. Тоскаево. Хирлӳ пăркăçĕпе пăрса аялти чула ăлăхтарса антараççĕ. Повертывая хирлӳ пăркăçĕ, поднимают или опускают нижний (чит.: верхний) камень. Ib. Хирлӳ пăркăçне хирлĕве пăрса хытарма тăваççĕ. Хирлӳ пăркăçĕ устраивают для закручивания хирлӳ.

шпил

ferramentum, quo perforatur mola, шпиль. П. И. Орлов. Шпилпа (83) чула шăтараççĕ.

аçа-чулĕ

, аçа-чолĕ, lapis ille, quo fulminator ferirc creditur. Изамб. Т. Аçа-чулĕ — гладкий желтоватый камень, аçа çапнă чухне çавăнпалан çапат, тет, т. е. когда бог молнии поражает предметы, то ударяет подобным камнем. КС. Аçа чулĕ — чăп-чăмăр, тăрăхларах та пулать (цвета высохшей замазки). Аçа çапсан, çĕре анса каять те, çичĕ (?) çултан анчах тухать, теççĕ. Ăна телейлĕ çынсем анчах тупаççĕ. Ăна сăра çине ярсан, пит хытă йӳçет те, пит хаяр пулать. Громовый камень бывает совершенно круглый или несколько продолговатый и похож по цвету на высохшую замазку. Когда бог молнии ударит им, то он уходат в землю и выходат оттуда только через семь (?) лет. Его находят лишь счастливцы. Если положить его в пиво, то оно очень сильно бродит и бывает очень пьяным. Хорачка. Аз'а џол’ы̆. пилэ̆к порн’ан jэ̆ри-да п̚ор онда, чол'ы̆ с’омы̆на. Громовый камень. На камне заметны следы от пяти пальцев. Н. Седяк. Аçа чулĕ. Аçа çапсан, темиçе çултан тухать; ăна, сăра йӳçмесен, сăра ăшне яраççĕ. Громовый камень выходит из земли через несколько лет; его кладут в пиво, если оно не бродит. Сред. Юм. Аçа чõлĕ. Хõрарах-сарă хытă чõла калаççĕ. Громовым камнем называется твердый камень черновато-желтого цвета. СПВВ. ИА. Аçа чулĕ. Чăвашсем: усал çынна аçа çапать, теççĕ. Громовый камень. Чуваши говорят, что бог молнии поражает (им) злых людей. Сказки и пред. чув. 47. Янтрак йăнăшма ĕлкĕрне çĕре тепĕр аçа чулĕ унăн çине Петĕр аллинчен персе те анчĕ. Ст. Чек. Аçа чулĕ тесе, пĕр йышши симĕс чула калаççĕ; ăна çĕçĕ витмес, вĕртереççĕ; сăра йӳçĕтнĕ çĕре ярсан, сăра аван йӳçет, теççĕ. N. Аслати алтса, аçа çапсан, хăш чухне çапнă япала хыпса та каять. Хăш чухне тата аçа ахаль çĕрех çапать те, аçа чулĕ çĕр айĕнчен çичĕ çултан тин тухать, тит. Çав чула сăра йӳçĕтнĕ чухне: сăри хаяр пултăр, тесе, сăра катки çине хураççĕ. БАБ. Виçĕ каçчен çав сăмахсене каласа вĕрсен, тăваттăмăш каçхине вучаха хуран çактарса, унта аçа чуль тата виç каç вĕрнĕ шыва ячĕ. Она (он?) произносила эти заклинания в течение трех вечеров, а на четвертый вечер велела повесить над очагом котел, положила в него громовый камень и влила воду, над которою она произносила заклинания в продолжение трех вечеров. (Из обряда «Пăсташ тасатни» — очищение порчи). Там же сказано, что этот — камень выбивает и выжигает порчу, насланную на дом (çуртăран пăсташа çапса çунтарса кăларат).

пăнклат

булькать. КС. Путылккăран пăнклатса юхать (вода). || КС. Пĕчĕк чăмăр чула шыва пăрахсан, пăнклатса анса каять. || Сред. Юм. Кăшин полчĕ ô, пĕрин пăнклатса тохса кайрĕ. (Звук при выпускании из живота газа). || Моментально умереть. Сред. Юм. Пĕр хор-чĕппине туяпа пăртак çиç лектертĕм, çантах пăнклатрĕ-выртрĕ (померла).

пăнчăлт

(пы̆нζы̆лт), подр. звонкому звуку, получающемуся при падении в воду маленького камешка. СТИК. Пĕчĕкçĕ чула шыва пăрахсан, вăл пăнчăлт! туса анса каят. (Выражение какого-то особого звука).

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пăрр

(пы̆рр), подр. быстрому рассеиванию, разбрасыванию, разлетанию на части. Е. Орлова. Ачасам пăрр! саланса карĕç. См. пăр. || Подр. порханию. N. Пĕчĕк кайăк пăрр! вĕçсе карĕ, теççĕ. Б. Олг. Пăрр! — подр. полету воробья. См. йăрт. Юрк. Пăрр! туса вĕçсе тухса каят. || Подр. разлетанию на части. СТИК. Вăйлă çын кĕлтене çапйиççипе çапат та, пăрр салатса ярат (так, что сноп разлетается на части). IЬ. Шур чула (мел) çĕре çĕклесе çапрăм та, пăрр! саланса карĕ. || Подр. быстрому раздроблению, размельчанию. Изамб. Т. Типĕтнĕ ыраш шăл хушшинче пăрр-пăрр каят (звук). || Подр. быстрому разбрасыванию. Юрк. Пăрр, пăрр, пăрр! туса тĕрлĕ енелле сирпĕне-сирпĕне ыткăнса каяççĕ (зерна). || Подр. быстрому вспыхиванию огня. Çиç. çиçрĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр чĕртес... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнче.

пĕчĕкçĕн

понемногу, потихоньку. ССО. Вĕсем пĕсĕкçĕн-пĕчĕкçĕн шăтăк умĕнчи чула тек турттарнă. N. Пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕнех.

плев

то же, что пĕлев, особый камень, точильный брусок. СПВВ. ТМ. Пит яка чула плев теççĕ, унпа çĕçĕсем, тĕрлĕ япаласене хăйраççĕ, вăл пит çивĕчĕ тăват, ăна вăрманта кив çĕрĕк юман айĕнчен тупаççĕ. Вăл çĕрĕк юман каски айĕнче йĕркипе выртат, тĕсĕ хура.

прамин

(-н'), премия (русск.). Сред. Юм. Прамин тесе кив тенкĕ илнĕ чухне, хăй мĕн чула тăнинчен ытла илекен прачина калаççĕ.

ал-арманĕ

(ал-арман’э̆, Череп.; ал-арман’, Б. Араб. и др.; ал-арман, Ст. Чек.), mola manuaria sive manualis, ручная мельница. Mola manuaria e duabus partibus constat: meta et catillo perforato, quae aut e ligno aut e lapide conficiuntur; si e ligno, ab ea, qua inter se contingunt, parte ferri fragmenta creberrima ad perpendiculum directa utrinque infiguntur, addita etiam ansa lignea. qua catillus manu versari possit (тыткăччи). Medio autem catillo ab imo excavato lignum inseritur transversum a medio perforatum (шапа) ita, ut axis dlrectus in metam infixus (йĕке) transmitti queat neque totum catilli foramen frumenti subministrandi causa factum obturetur. Praeterea circulus (тĕпек) e libro vel funiculo cannabino factus axemque, de quo iam supra diximus, ambiens inter metam et catillum collocatur, ne haec duae partes inter se artius cohaereant, sed aliquantulo distent intervallo. Si vero meta et catillus e lapide sint confecta, hae erunt molae partium appeliationes: аялти чул, çиелти чул, йĕки, шапи, тĕпек. Ручная мельница делается или с деревянными жерновами (йывăç чуллă а.) или с каменными (чул аларман); жернова лежат один на другом, и если они деревянные, то их сходящиеся поверхности бывают усажены вбитыми в них вертикальными чугунными пластинками (аялти йывăç чул, çиелти йывăç чул; вăсем хире-хирĕç пулаççĕ; хире-хирĕç пулакан çĕре чукун çапнă); верхний жернов имеет в средине отверстие и приводится в движение посредством ручки (тыткăччи). В средину нижнего жернова вбит стержень (йĕке), на который надевается отверстием деревянная порхлица (шапа), вставленная в выемку, сделанную на нижней стороне верхнего жернова в его срединной части так, чтобы отверстие жернова не было совсем закрыто (шапине йĕки çине тăхăнтараççĕ, шапине лартма çиелти Чула кăшт картса кăлараççĕ). Чтобы оба жернова держались на некотором расстоянии один от другого, между ними помещается особый хомутик (тĕпек), надеваемый на йĕке и свитый из лыка или кудели или же из веревки. ( Ст. Чек.). Из частей ручной мельницы с жерновами из камня (чул аларман) упоминаюгся: аялти чул, йĕки, шапи, тĕпек. Собран. Упи кăшкăрат, тĕкĕ тăкăнат (Аларман). Медведь ревет, шерсть у него сыплется. (Загадка: ручная мельница). Якей. † Алăк патĕнче алармань, алсăр-мĕнсĕр авăрать; çан хошшипа çӳресен, пирĕн çынах полăттăн. Около двери ручная мельница, которая мелет сама собою; если бы ты (невеста) сумела проходить между нею и дверью (?), то была бы как раз такою, какую нам надо. (Чувашин, сообщивший эту песню, смысла ее не понимал). В Ст. Чек. склоняется без прит. суфф.: аларман; ал-арманăн, ал-арманпа; ср. ib. çил-арман, çил-арманпа.

какăр чул

какăр чол, какăр чулĕ, какăр чолĕ, булыжник, дикарь (камень). ЙОН. Атăл шувĕ ма сикет? Какăр чулĕ сиктерет. М. Шемердяны. Атăл тĕпĕнчи какăр чула хăçан пӳсĕр çисе тухĕ, çавăн чух пӳсĕр çитăр. (Пӳсĕр чĕлхи). Ходар. Тата хăçан та хăçан какăр чул çине куç ӳкĕ, çавăн чухне тин çак ача çине сивĕ куç ӳктĕр. В. Олг. Какăр чолĕ, дикарь. Хорачка: арман очон касми поз’эăнџэ кагы̆р џол’ы̆ хораччы̆.

кас

(кас), резать, рубить, пилить. Янтик. Кассан, юн тухмĕ унтан (так говорят про скупого человека). Сред. Юм. Кассан та, йон тохас çок (очень скупой). Чураль-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). N. Кĕсем, пошăт касассу-япалу!... тарнă, тет. N. Тыр вырнă чухне, касса-касса пынă майĕпе кашлинче кас-пăрах! (срезая хлеб вдруг...). Ала 56. Чăнах та ман мăй патне (до моей шеи) касса çите пуçларĕç (начали допиливать). ТММ. Вунă хут виç пĕрре кас. (Послов.). Изамб. Т. Сарнă чухне пур кĕлтесене те касаççĕ (во время аштарни). Богдашк. † Хĕреслĕ, хĕреслĕ касатпăр аслă урама илемшĕн. Упа 764. Икĕ çын вăрмана йывăç касма кайнă. Два человека пошли в лес рубить деревья. Т. Григорьева. Пуçа кассан, çĕлĕк тăхăн, алла кассан, алса тăхăн, теççĕ. (Послов.) N. † Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. N. Вăрманне касса илмелле сутнă (на сруб). N. † Шурă хăва каснă çукчĕ, ывăнтарчĕ хулсене. Рак. Хăйсен алăкне те таçтан каснă — ĕмĕрте те кайса кĕрес çук, тесе вăрçаççĕ арăмсем. Ала 87. Çав чула хĕçпе кас. КС. Вăрçăра темĕн чухлĕ салтак касса пăрахаççĕ. Вĕлле-хурчĕ. Кĕрĕкунне, пыл пуçтарас вăхăт çитсен, чиерех çынсем хăйсенне çеç мар, çынсенне, ют паллă пулсан та, вăрттăн пылсене каса каса илсе, хуçисене ахаль тăратса хăвара пуçланă. Орау. Кăçал тырă лайăх пулчĕ, касса та уçăлмасть (густой, и крупные колосья; хороший налив). Шел. 21. Урпасемпе пăрисем касса уçăлми пулатьчĕç. N. Малтан йĕри-тавăра çеремне касса тухатăн. N. Хĕрарăмсем ку вăхăтра хăшĕ йĕтем касаççĕ. Скотолеч. 28. Чĕрнесене касса якатас пулать (ногги). || О костюме. ЧП. Пурçăн пиçиххи пилĕке касать (режет, жмет поясницу). КС. Енчĕк кант(д)ри мăя касать. || О рези. Б. Олг. Ой, вар касса кайрĕ, чăрр! вар касса кайрĕ! Утăм № 1, 26. Нумай йĕтĕн чĕрӳне касса, тĕл пулмарăн сунан ĕмĕте, илтеймерĕн ирĕклĕ сасса, килĕшмерĕ сана ват тĕнче. || Клевать. Якейк. Корак касман пĕрчĕк çок (все ягоды у рябины исклеваны). || Грызть. N. Хутаççа шăши каснă (продырявили). N. † Пире укçа памасан, шăши кастăр енчĕкне. Сала 97. † Çав укçана памасан, шăрши кастăр енчĕкне. || Кроить. Шишкин. † Шор сăхман ăма осал? — Сак çине хорса каснăран. Чершаг. Ман ачанне сăхман касрăн-и? (скроил-ли?) || Стричь. Яргуньк. † Инке маншăн ма макăран? — Сурăх, тесе, касас çук, сăхман туса, тăхăнас çук. КС. Паян сурăхсене касса ятăм (остриг). N. Хăлха таврашне ытла кĕске касрăн-çке эсĕ? Ты уж слишком коротко остриг волосы около ушей! N. Ачасем çӳç(ĕ)сене эп яланах хам касап, çынна кастармастăп. || Рубнуть. Кан. Вăл тӳрех çывăракан старик патне пырса, ăна пуçĕнчен каснă (рубнул). || Оперировать. Юрк. Унта каснă хыççăн (после операции) вилет (умер). Кан. Пульнитсара пуринчен ытла касса тӳрлетмелле чирсемпе выртаççĕ. || Анатомировать, вскрывать. Чхĕйп. Вилнĕ çынна лекĕрсем каснă (вскрывали). || Легчить, castrare. В. Олг. Мăкăр кас. Вотлан. Нӳхрепре касман така çӳрĕ? (Шăрши). || Ударить передними ногами. Орау. Чуттах хăйне касатьчĕ. Лошадь чуть не ударила его передними ногами (встав на дыбы). || Проедать, промывать (о воде). Орау. Шыв çул хыттине касса кайнă та, çул хĕрринче шĕл-кĕшленсе (т. е. юрпа хутăш) тăракан шывсем юхса кайнă. || Ударить, бить. Орау. Çĕннисем (те, кто стоял за передел) ватса вĕлернĕ, теччĕр, тесе, Терентюкĕ лешĕ (т. е. Шăрши) вилсен, пĕкĕпе пырса каснă, тет. Ib. Ачана касрăмăр. Мы отдубасили, отколотили парня. N. Унтан касат, касат чăпăрккăпа, арăмĕ тăраймас. Тогач. Пĕр каска урлă икĕ алтан пахаççĕ, икĕш те пĕр-пĕрне касаймаççĕ. (Куç). Ала 6°. Сикнĕ чух, эсĕ манăн купарчаран кас. ТММ. Пĕр ута (лашана) касни пин ута çитет. || Убить. Юрк. Пăшал пенине леш енчисем илтсен, эпир ăçта тăнине пĕлсе, çĕрле çывăрсан, хамăра касса пĕтерсе кайĕç тесе, хăраса... || Губить. Сборн. по мед. Пирĕн хура-халăха, сывлăхлă пурăнас тесен те, çав пĕлменниех (невежество) касать. Чхĕйп. Сымар çынĕ чĕрĕлмесен, вилсен: çук, пирĕн çына хăш киремечĕ те пулсан касса карĕ, тенĕ (говорили). Юрк. Укçа çукки касат (безденежье донимает). Кан. Анчах лапка прикашчăкĕ путсĕр çын пулни касрĕ. || Сред. Юм. Касать, очень нужно. || Бойко говорить. КС. Вăсам вырăсла касаççĕ анчах! Они хорошо говорят по-русски. N. Чĕлхи çĕлен сăнни пек касать шуйттанăн. || Изьездить, исходить. Орау. Виттĕр каснăç эппин эс Хусана! Ты, значит, всю Казань изъездил (напр., переезжая с квартиры на квартиру). Ib. Хусан кĕпĕрнине виттĕр каснă ĕнтĕ вăл. Рак. Лутра вырăс ял касать. (Укçа). Бюрг. Тĕнчене касса çитнĕ (обошел, видел весь свет; нехороший отзыв). Утăм. Çавăнпа эп халь тĕнче касап. Альш. Хула касса çӳрерĕмĕр. Мы ходили по городу. Шел. 88. Тĕнче касса çӳресех пĕтеретĕн пурлăха. || Очень хотеть. Якейк. Ман йорра вĕренесшĕн касатьчĕç анчах хĕрсем (очень хотели). Кильд. Кам апла аскăншăн кассах çӳрекен пур. Кан. Пĕтĕ ĕне вăкăршăн касмаст. || О пронзительном ветре. Орау. Çил виттĕр каса пуçларĕ. Ветер, крепчает. N. Çурçĕр енчен, витĕр касса, сивĕ çил вĕрнĕ. Н. Лебеж. † Ман çийĕмре йĕтĕн пир кĕпи, мĕн касмин те, çил касать. || Полтава. Ак сасартăк çын сасси, вăйлă саспа кăшкăрни хаяр касса илтĕнчĕ («вдруг восклицанье раздалось»). || Тюрл. Сăкман лайăх çипçассăн: касса тăрать, теççĕ.

качи-мăчи

(-мы̆ζ’и), чортов палец (в роде пальца, иногда с отверствием внутрь; если обрежут палец, то им присыпают). Янтик. Качи-мăчи тесе, пӳрне майлă кăвак-шурă çутă, хытă чула калаççĕ. Алла-мĕне кассассăн, ăна çĕçĕре хырса сапаççĕ. СПВВ. КЕ. Шыв хĕрринче ачасем пӳрнерен пысăкрах, тăрхала чул тупаççĕ те, çавна качи-мăчи теççĕ. Алла çĕçĕ таврашĕ кассан, çавна хырса сапсан, туххăмах тӳрлетет. М.-Яльчик. Качи-мăчи, белемнит.

качăртат

скрипеть (о полозьях). КС. Юр хĕлле, сивĕ чухне, качăртатать. Ib. Çуркунне юр лăтăртатать, хĕлле, сивĕ чухне, качăртататг. Ib. «Сивĕ чухне çуна тупанĕсем чакартатса пыраççĕ качăртатса». О сильно высохшем предмете. Ib. Чула çĕçĕпе хырсассăн, качăртатать (при скоблении). Çĕнмерчĕ 6. Темскер качăртатать.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

йăтăнса вырт

лежать массой. ССО. Çав Охлон тăвĕ çине кайăр, унта чул хисепсĕр нумай йăтăнса выртать, карта тума юрĕ, турттарăр çав чула, тенĕ.

ват

(ват), бить, колотить, пороть. Моюнич. Амăше вара ку пусăк ачине çавăрса илнĕ те, ватса пăрахнă (прибила): ма уна тиврĕн? тесе. Сĕт-к. Ватмаллах ватас-ха она пĕре! Поколочу вот когда-нибудь его как следует! Хыпар № 42, 1900. Стражниксем çавăнтах халăха нагайкасемпе вата пуçланă (начали пороть). Синьял. Кошак тохрĕ, тет те, сикрĕ, тет, вăкăр çине куçĕсем çап-çутă, тет. Вăкăра ватса тăкать (избивает), тет, хăй çапах: мар-мăр! тесе ларать, тет. Изванк. Çынсем курсан, тытаççĕ те, велеричченех: пирĕн пата мĕшĕн ăсатса ятăр (т. е. зачем мор к нам проводили)? тесе, ватаççĕ (бьют). КАЯ. Эпĕр аккапа, атте ватасран хăраса, киле каймарăмăр. Мы со старшей сестрой, боясь, что нас побьет отец, не пошли домой. || Ломать, разбивать, раскрошить, раздробить, растирать. Ердово. Чăн малтан хура-кураксем, йăвăç тураттине ватаканăскерсем, килсе краклатса çӳреççĕ. Макка 218°. Унăн шăммине ватма хушмаççĕ. Не велят разбивать его костей. Скотолеч. 23. Хурăн кăмрăкне, çăнăх пек ватса (растерев в порошок), тасатнă вырăна тултарас пулать ХУБ. Чуллă çĕрте анчах тимĕр сӳре юрамасть; унта йăвăç шăллă сӳрепе сӳрес пулать, мĕншĕн тесен вăл чула ватмасть (не разбивает камня). Дик. Леб. Унтан ăна урупа таптаса ват (растопчи). Сред. Юм. Ватать. домает; 2) очень одолевает. || Поранить. О сохр. здор. Çапах та вăл чир сурансăр вырăна ермест, вăл е хыçса татнă çĕре е пĕр-пĕр япалапа шăйăрса ватнă вырăна анчах ерет (сифилис). || Искалечить, изувечить. Кан. 1929, № 185. Лашасене ватса ан пĕтеррĕр-ха. Как бы не искалечили лошадей! || Перепахивать. Кан. 1927, № 237. Анчах ватса акни çинчен виçĕ кун хушшинче страхакĕнте пĕлтерес пулать. || Размывать, прорывать. Икково. Шу ватса (= çырса) кайсан, кирек шта та варашка полать. Янгильд. Çор-конне выйлă шупа ватнă çолсене, çĕр шу типсессĕн, пĕр çĕрте те йосама тăрăшаççĕ. || Мять. Сред. Юм. Картуса ан ват. Не мни фуражку. Ib. Кĕнеке веç ватса пĕтернĕ (измял, изорвал). Ib. Кĕнеке питне ватнă (измял, изорвал). Ib. Тĕркĕшсе томтир ватса çӳремелле мар ôнта, ак эп сире тек кĕрештерсе çӳреттерем. Ирть-к. Ват, мять (табак). || Травить, побить (градом), переломать (о хлебе и т. п.). Упа. Пире каçсерен пур вĕççе каякан выçлăх кайăксем ватаççĕ. Никит. Кам выльăхĕсем ватса кайнă-ха куна? (потравили луга). Хочехмат. Унăн анине кашни каç такам ватма пуçларĕ, тет. Никит. Тырă ку таринччен лайăх-ха; çил-тăвăл-мĕн килсе ватмасан, лайăх пулмалла. || Мучить, изнурять. Полтава 58. Капла ыйтса, чĕрене уссăр ватса хускатан. Хыпар № ЗЗ, 1906. Ирхи çурăм-пуçĕнчен тытăнса, тĕттĕм пуличчен, çан-çурăмне ватса асапланаççĕ. || Зарезать (о волке). Кан. 1927 № 220. Кашкăрсем Туканаш кĕтӳнне 6 сурăх ватнă (волки зарезали овец).

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

витер

(видэр, вид’эр), понуд. ф. от вит. Толст. Ниепле те çыртса витереймерĕ (не могла прокусить). Сир. 142. Вĕсемшĕн этем касса витерейми чула касать, темĕн чухлĕ сăртсене, тусене тĕпĕ-тымаррипех йăвантарса ярать Кан. 1927, № 27. Унăн çулчи хытса çитет, хурт шăл витереймест. || В перен. см. К. С. Сăмахпа витер (прошибать словами). Чăв. й. пур. 15. Вăл пурне те вара витернĕ вет? Ведь он всем насолил. Мусир. † Çакă çыннăн сăмахĕ чĕре варне витерчĕ. Хорачка. Витерсе соялат. «Говорит понятно». Шурăм-п. № 21. Ку çынсене никам сăмаххи те витерес çук (ничем не проймешь). Сказки и пред. чув. 7. Шалт-шалт сикет, шалт тăват, сарă кин чунне витерет. N. Пирĕн кӳршĕсене хăна хурланăшăн çичĕ хут ытла хурлăх кăтартса ăшĕсене витер (пройми). N. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăват, чĕренче (= тĕренче) виттĕр витерчĕ: çичĕ ютăн сăмахĕсем чĕре витĕр витерчĕç. Лапка-лапка юр çăват, улăм витĕр витермерĕ: тăвансенĕн сăмахĕсем чĕре витĕр витермерĕç. (Хĕр йĕрри). Ап. 28. Вĕрентсе витернĕ. Сказки и пред. чув. 23. Вăл витерсе калаçать, темĕскер тума вĕрентет. || О воде. Цив. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, тренче витĕр витерет: çичĕ ютăн сăмахĕ чĕре варне витерет. Чув. календ. 1911. Çурла уйăхин 27-мĕш кунĕнче пулнă çăмăр çĕре пĕр вершук витерчĕ. Сл. Кузьм. 21. Ун çинчи суха кассисене нӳр витер, унти çимĕçе ăнтар. Череп. Витерсе пĕр çумăр та çуман. Сред. Юм. Шывва(= шыва) витеререх сап. Лей воду так, чтобы земля пропиталась ею. Орау. Хăнкăла çăмартине тем сĕрсен те витерме çук, тет; ăна вĕри шыв та витмеçт. тет. Пшкрт. С’омы̆р вєтрӓк видӓрчэ̆. Дождь промочил насквозь. || Сбывать (о товаре). Хурамал. Сутас суттăма витерсе сутма пар, турă; илессине юнеçтерсе илме пулин пар, турă. (Моленье). Т. VII. Ĕлĕк, çĕн çул иртсен, кив эрек сутма юраман, тет; çавăнпа çĕн çул кунĕ: эрек витерех патăр, тесе, йӳне панă, тет. Хыпар № 4, 1906. Суту-илӳ тăвакан (усламçă) юрăхсăр таварне витересшĕн çынсене темиçе тĕрлĕ сăмахпа суеçтерсе, ĕнентерсе улталать. КС. Тавар витер. || Продевать. См. витĕр. Изамб. Т. Тĕнĕлтен витерекеннине (сверху написано: тăхăнтартаканнине) кĕпчек теççĕ. Ib. Йĕп çăртинчен çип витерсе пар-ха! Продень-ка нитку. Ib. Пăркăç енчи вĕçне пăтаран витереççĕ. Ib. Тăпаç вăллинчен (см. вăлă) чĕн витерсе çыхаççĕ. К.-Кушки. Вĕрене ункăран витернĕ. Веревка продета в кольцо. Ib. Йĕм çăрхине йĕм кантăри витернĕ. Ib. Хăлхана хăлхалки (серьги) витернĕ. || О побоях. Пшкрт. видӓрзӓк с’апры̆м! Я здорово ударил!

вăр

бросать, ронять, швырять, кидать: бить. Чăв. й. пур. 2. Пирĕн чăвашсене епле çын та юрас çук; пуçне чула вăрсан та, çав-çавах пулĕ. Юрк. Хăшне тата, пичĕсенчен аллисемпе пĕтĕм вăйĕпе вăрса, çупа-çупа ярса, хĕненĕ. С. Вăр, валить в сторону при борьбе. Ст. Шаймурз. Кунта килсен, çавна, анне, вăрса ӳкерем-и? тет. Мама! когда он (старик) подойдет сюда, не сшибить ли мне его с ног? Слепой. Вăрса яр: первей эс вăр. Ст. Чек. Вăл ăна вăрса ячĕ (çапса ярас). М. П. Петр. Вăр — бить (вăрса ярсан, вĕлерĕп). В. Олг. Патак илчĕ, темĕскер каласа виççĕ сорчĕ, патака вăрсарчĕ(= вăрса ячĕ) вăрманалла. Орау. Аллипе каялла вăрса ячĕ те (махнул), лешне сăмсаранах тиврĕ. N. Вăрса яр = хирĕç çапса яр. Череп. Хăлха-чиккинчен вăрса ячĕ. Хватил по уху. СТИК. Вăрсă ярăп ак! Швырну вот! N. Пыльчăк çине вăрса кӳрт (погрузить в грязь). А. Турх. Вăрса хăвартăм, швырнул. Требн. II. Çак вăрлăхсене эпир чунсăр тăпра ăшне ахалех вăрса хăварма хăяймастпăр. || Околдовать, напускать порчу. Паас. Ан вăр çын çине, ан сул çын çине. || Сбыть с рук. Ст. Чек. Сутмалла япалана: вăрса ярас, теççĕ. Ib. Вăрса ятăм ку ĕнене. [Этот глагол, повидимому, является исконно-чувашским и соответствует осм. вур, каз. -тат. өр; гл. çап — позднейщее заимствование из другого тюрк: наречия, на что указывает и гласная 1-го слога (срв. çоп, çуп)].

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

дробить

-блю что несов. раздробить сов. темиҫе пая уйӑр; ҫапса вӗтет, тĕпрет (чула), вакла.

найти

-йду на кого, на что сов., находить несов., пырса перӗн; нашла коса на камень ҫава чула пырса перӗнчӗ; на него находит ун вӑхӑчӗ-вӑхӑчепе пулкалать (мӗн те пулин, сӑмахран, ҫынна тĕлӗнтересси).

сворачивать

кого, что несов., своротить, -очу, -отишь сов. 1. йӑвантарса куҫар; свороти камень рычагом кӳсекпе чула ҫавӑрса пăрах, куҫар; 2. пӑр, пӑрӑн; сворачивай с дороги ҫул ҫинчен айккинелле пӑран.

скатить

скачу, скатишь кого, что сов., скатывать несов. йăвалантарса антар (чула, каскана), кустарса антар (пичкене).

сколько

1. миҫе, мĕн чухлĕ, мĕн чул; за сколько купил? мĕн чула илтĕн? сколько из них пришло? вĕсенчен миҫешӗ килнĕ? сколько раз? миҫе хут? тебе сколько лет? эсӗ миҫере? 2. темĕн чухлĕ, тем чул; ему сколько ни давай, все мало ӑна темĕн чухлĕ парсан та, вăл пĕрмай сахал тет.

привалить

что сов., приваливать несов. 1. тайӑлтарса хур (пысӑк чула стена ҫумне); 2. кӗпӗрленсе кил (халӑх); счастье ему привалило унӑн телейӗ йӑтӑнса килчӗ; 3. пристань ҫумне пырса чарӑн, ҫитсе чарӑн (пӑрахут).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

выработать

сов. что 1. (произвести) ту, туса кăлар; выработать льняную ткань йĕтĕн пире тĕрт; 2. (составить) хатĕрле, туса хатĕрле; выработать резолюцию резолюци çырса хатĕрле; выработать план работы ĕç планне туса хатĕрле; 3. (развить, воспитать) хăнăх, вĕрен, аталантар; выработать настойчивость тимлĕхе вĕрен; выработать аккуратность тирпейлĕхе хăнăх; 4. (исчерпать) ĕçлесе пĕтер; выработать камень в карьере карьерти чула кăларса пĕтер.

калить

несов. что 1. (сильно нагревать) хĕрт (тимĕре, чула); 2. (жарить) типĕт (хĕвелçаврăнăш), ăшала (парса).

найти

сов. 1. на кого-что (натолкнуться, наскочить) пырса перĕн (е тăрăн), пырса кĕр; 2. перен. разг. хупласа (е пуçса) ил; нашла тоска хуйхă пусса илчĕ; 3. (собраться) пырса тул; нашло много народу безл. халăх нумай пырса тулнă; ◇ нашла коса на камень погов. çава чула пырса перĕннĕ.

оправить

сов. что (вставить в оправу) харшала, харша ларт; оправить драгоценный камень паха чула харша ларт.

отвалить

сов. 1. что йăвантарса яр, çавăрса пăрах, хăйпăтса ил; отвалить камень чула çавăрса пăрах; отвалить кирпич кирпĕче хăйпăтса ил; 2. мор. тапранса (е хусканса) кай; пароход отвалил от пристани пăрахут пристаньрен тапранса кайрĕ.

отворотить

сов. что. 1. прост. тавăр, хуçлат; 2. разг. йăвантар, йăвантарса куçар; отворотить камень чула йăвантарса куçар.

перфоратор

м. в разн. знач. перфоратор; пробурить толщу камня перфоратором чула перфораторпа пăрала; пробить бумагу перфоратором хута перфораторпа шăтар.

привалить

сов. 1. что йăвантарса (е тайăлтарса, тĕкĕнтерсе) хур, сĕвентер, тĕрентер; привалить камень к забору чула хӳме çумне тĕкĕнтерсе хур; 2. мор. (пристать) пырса чарăн (е тăр); пароход привалил к пристани пăрахут пристане пырса чарăнчĕ; ◇ привалило множество народу безл. халăх кĕпĕрленсе тулчĕ; счастье привалило телей йăтăнса анчĕ.

своротить

сов. 1. разг. кого-что (ворочая, сдвинуть) йăвантарса яр (е антар); своротить камень чула йăвантарса яр; 2. кого-что, разг. (ударом свалить, опрокинуть на сторону) сапса (е тапса) йăвантар, йăвантарса яр; 3. что и без доп. (перекосить) парса ларт, пăрăн, чалăш; пăрăнса лар (е кай), чалăшса кай (е лар).

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

кап

, диал. хапа 1. «внешний вид», «форма», «фигура», «корпус»; 2. «целый», «цельный», «монолитный»; чула каппипех илсе килнĕ «камень (огромный) привезли в цельном виде, не ломая на куски»; ку лашан хапи çеç, вăйĕ çук «лошадь эта берет только своим внешним видом (корпусом, фигурой), а силы у нее нет»; туркм., азерб. габ, тур. кап «сосуд», «посуда», «наружный покров», «покрышка», «футляр», «чехол»; якут. кэп, киэп «форма», «модель», «вид», «облик»; МК каб «посуда», «коробка», «чехол»; казах. кейип «внешний вид», «облик», «физиономия»; кирг. кейип, кейп «вид», «форма»; ног. кеп «внешний вид», «форма»; кап «маска»; алт В кеп «образец», «форма», «колодка», к. калп. кеп «чучело»; Ср. монг. кеб, хәв «форма», «отпечаток»; «вид», «фасон», «модель», «образец»; «фигура», «телосложение», «внешние формы»; бур.-монг. хэб «образец», «шаблон»; в финно-угорских языках из тюркских: мар. кап, кӓп «тело», «корпус»; «рост»; удм. каб «форма», «модель», «колодка»; манс. кеп «образ»; венг. кер «картина»; «отражение»; «лицо», «образ», «облик». Ср. др. русск. капь «образ», «изображение», «идол»; капище «языческий храм, где стояли идолы».

Çавăн пекех пăхăр:

чул юхтармалли Чул-хула чулĕ чулĕк « чула » чулавальник чулай пулли чулан Чулана чулат

чула
Пуплев пайĕ
Еçхĕл
 
Фонетика
4 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150