Шырав: чăр-чар

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

ас

III. глаг.

1.
озорничать, шалить, баловаться
аснă ача-пăчана чар — успокоить расшалившихся детей

мотор

моторный
тăватă тактлă мотор — четырехтактный мотор
мотор уйрăмĕ моторное — отделение, моторный отсек
мотор цехĕ — моторный цех
мотора чар — остановить мотор

тăп

II.
внезапно, вдруг, сразу
быстро, моментально
(о прекращении движения)
тăп тăр — внезапно стать, остановиться
тăп чар — внезапно остановить

тӳрккессĕн

1.
грубо, невежливо, бесцеремонно, бестактно, неучтиво
калакан çынна тӳрккессĕн чар — грубо прервать говорящего

тыт

3.
останавливать, задерживать, удерживать
ăшă тыт — удерживать тепло
нӳрĕк тыт — задерживать влагу (в почве)
уйра юр тытни — снегозадержание в поле
тытса чар — задержать
тытса юл — удержать, вычесть (напр. из зарплаты)
сире тек тытмастăп — я больше вас не задерживаю
Çиле сенĕкпе тытаймăн. — посл. Ветер вилами не остановишь.

чар

I.

1.
останавливать (движение)
сдерживать
задерживать

лашана туртса чар — осадить, сдержать лошадь
поезда сехетлĕхе тытса чар — задержать поезд на час
тăшман хĕснине чарса тăр — сдерживать натиск врага
Иртсе каян ĕмĕре чатăр карса чарма çук. — посл. Жизнь проходит, и не сдержать ее, загородив пологом.

чар

2.
перекрывать, преграждать, закрывать (движение)
çуреме чар — закрыть движение
шыва чарса ларт — перекрыть воду

чар

3.
останавливать (ход), стопорить
машина тăрук чар — резко застопорить машину
мотора чар — выключить мотор
сехете чар — остановить часы

чар

4.
мешать, тормозить, препятствовать
стопорить
разг.
вулама чар — мешать читать
черете чарса тăр — задерживать очередь
вăл пĕтĕм ĕçе чарса тăрать — он тормозит все дело
укçа ытларах пулни чармасть — лишний запас денег не помешает

чар

5.
усмирять
успокаивать
унимать

ашкăнакан ачасене чар — унять расшалившихся детей
çапăçакансене чар — разнять дерущихся, остановить драку
чарса чарăнмасть — на него нет никакого удержу

чар

7.
запрещать, воспрещать
ан чар — не запрещать, попустительствовать
вăрман касма чар — запретить рубку леса
калаçма чар — принудить к молчанию, заткнуть рот
суту-илĕве чар — прикрыть торговлю
Çиме чарнă çимĕç тутлă. — поçл. Запретный плод сладок.

чар

8.
пресекать, останавливать
прерывать

калаçăва чар — прервать разговор
тăшман каварĕсене чарса ларт — пресечь козни врагов
тытса чар —
1) удержать
ăна нимпе тытса чарма çук — его ничем не удержишь
2) задержать, арестовать
Çын çăварне тутăр карса чарас çук. — посл. Чужой рот платком не накроешь.
чĕлхене чар — придержать язык
хăвна ху чар — совладать с собой

чар

10.
растопыривать (напр. пальцы)
раскидывать, разводить в разные стороны (напр. руки)
циркуль урисене чар — расставить ножки циркуля

чар

11.
разгибать
сенĕк юпписене чар — разогнуть зубья вил

чар

II.

1.
подражание треску рвущейся материи, бумаги т. ыт.
чарр — усил. от чар II.
чарр тутарса çур — разорвать с треском

чар

2.
настежь, во всю ширь, широко
алăка чар уçса яр — открыть дверь настежь

чармакла

I.

то же, что чар 1.—3.
куçа-пуçа чармакласа пăх — вытаращить глаза

чартар

понуд. от чар II

чăр

1.
подражание щебетанию птиц
таçта кайăк сасси чăр та чăр илтĕнет — где-то щебечут птицы

чăр

2. подр. —
о пристальном взгляде

вăл ман çине чăр пăхрĕ — он пристально посмотрел на меня

чăр

4.
подражание треску разрываемой бумаги
чăрр — усилит. от чăр

чăрт-чарт

то же, что чăр-чар 2, 3.

чăр-чар

1. подр. —
о взгляде широко раскрытых глаз
ачасем пĕр-пĕрин çине чăр-чар пăхкаласа илчĕç — дети таращили друг на друга глаза

чăр-чар

2. подр. —
о перечеркивании

çырнине чăр-чар туртса пăрах — перечеркнуть написанное

чăр-чар

3. подр. —
о быстром размашистом письме
чăр-чар тутарса ала пус — размашисто расписаться

чĕлхе


вăрăм чĕлхе — болтун
йӳплĕ чĕлхе — сплетник (букв. раздвоенный язык)
пыллă чĕлхе — подхалим, льстец (букв. медовый язык)
пар чĕлхе — сосулька
пĕчĕк чĕлхе — анат. язычок
пушмак чĕлхи — язычок ботинка
чĕлхе вĕçĕнчех — вертится на языке (о слове)
чĕлхе çинчех — вертится на языке (о слове)
чĕлхи кĕçĕтет — у него язйк чешется (сказать что-л.)
чĕлхе çаврăнмасть — язык не поворачивается (сказать что-л.)
чĕлхе çыхланать — язык заплетается, язык коснеет
чĕлхĕм хăрса лартăр! — отсохни (у меня) язык! (клятвенное выражение)
чĕлхене вĕçертсе яр — давать волю языку, распускать язык
чĕлхене чар — придержать язык
чĕлхене çырт — прикусить язык, держать язык за зубами
чĕлхепе çу — льстить, подлизываться
чĕлхи çине çăпан тухасчĕ — типун ему на язык
чĕлхи çине шĕпĕн тухасчĕ — типун ему на язык
чĕлхи уçăлчĕ — у него развязался язык
чĕлхӳне çăтса ярăн — можно проглотить язык (о вкусной пище)
вăл чĕлхине кăларса чупать — он бежит, высунув язык

чаркăчла

тормозить
вăхăтра чаркăчла — тормозить своевременно
кăшт чаркăчла — притормозить
чаркăчласа чар — затормозить

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

Çем-кӳлли

назв. озера. М. Васильев. Ел-кӳллипе йонашар тăта Çем-кӳлли пор, он валли кĕш чохне ĕне панă. Сред. Юм. Çем-кӳлли — Вĕренерпе Чăр-çырма хушшинчи кӳлĕ.

çур

завертывать холст после лощення. См. чĕрке, чăр. Изамб. Т. Пире (холст) пĕрене çине хурса пиллĕкĕн-улттăн çапаççĕ. Чи кайран ăна çураççĕ. Пĕри-пĕри çав пирĕн вĕçне пĕрене çине урлă хурса пĕр пĕччен çапать. Тукмакĕ сасси хăш енче илтĕнет, ул вара (çапаканни) арăмне çав енчен илет. Хĕр пулсан çав енелле качча каят.

çурта кунă

так называли второй день пасхи (понедельник). Никит. Пирĕн патăрта çурта кун(ĕ) тесе мункунăн иккĕмĕш кунне, тунтикуна, калаççĕ. Рекеев. Çурта кунĕ, так назыв. потому, что прилепляли к стене при поминках свечи (пасхальный понедельник). Н. Карм. Мункун çурта кунĕ (тунтикун каç) сĕрен пуçлаççĕ; сĕрен хăваласа кăларса тăкаççĕ хулăсене: ялтан чир-чăр кайтăр, тесе. Сĕрен! тесе кăçкăраççĕ. Чирлĕ çынна хулăпа çапаççĕ: чирĕ кайтăр, тесе. Çăмарта параççĕ килĕрен икшер çăмарта. Хуллисене пăрахаççĕ кăларса; ялтан хăваласа пĕтерсессĕн, çăмартана çанта валеçсе çиеççĕ те, тавăрнаççĕ вара киле. Чăвашсем 34. Тата мункун эрни хушшинче тунтикун хываççĕ (поминают покойников), çав куна çурта кунĕ теççĕ. См. __Магн. М. 104, 183.

çăва шăтăкĕ

могила (кладбище называется масар, а не çăва). ППТ. Чир-чăр вĕçтĕр! тунтирсене кураксем пек вĕçтеретпĕр, чир-чăр унтан та хытă çӳлелле çавра çил пек çаврăнса улăхса кайтăр та, çăван шăтăкнех çаврăнса кайтăр (бросают вверх). Пшкрт. Çăва шăтăкня кайман! Орау. Таçта çăва шăтăкнелле утрĕ ĕнтĕ (куда к чорту пошел), чĕмере, çăва панче çулса хуни пур, тит, курнать (ругает корову пастух).

çĕнĕ

(с’э̆н’э̆), çĕн, новый. Юрк. Çынсем пек çĕнĕ пӳртре пурăнăпăр. Ачач 108. Çамрăк ача сасартăк темскере çĕнĕ япалана, кĕтме тытăннă. Мĕн пулать-ха вăл çĕнĕскер. Чăв.к. Эсĕ çĕнĕ кĕрĕк ан çĕлет, ăрам тăрăх утса ан çӳре. N. Ăшĕ-тулĕпех çĕнĕ. (У костюма) и верх и подкладка — новые. Кан. Сан çуртсем çунсан, укçа илетĕн, çĕнĕ тум-çурт çавăрăн. АПП. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече. N. Сăран атă çĕтĕлчĕ, çĕнĕ параççĕ пулмалла. Ст. Чек. Çĕнĕ хырăм, кив çăвар. (Говорит глава семьи, когда начинают есть новый хлеб). || Молодой. || Свежий. Шурăм-п. Уйран çĕнĕ те, тутлă çиес килет. Ib. Тырă выракансене валли така ĕнер акчах пусса, тет, аш (какан) çĕнĕ. Юрк. † Çĕнĕ çунă юрсем пит тарăн мар, чăн чăр-куççинчен кая мар. N. Çĕн улма çиме пуçларăр-и? || Вновь. Н. Карм. Унтан тата çĕнĕ чăвашла кĕнекесем те ярăсăрччĕ. N. Çĕнĕ вилекен çын, новопреставленный. N. Мункунта, çимĕкре, кĕрхи сăрара, ытти вилнĕ çынсене хывнă чухне, çĕнĕ виле çуртине ытти çуртасенчен ăрасна çутаççĕ. || Новый урожай, новый хлеб. N. Çĕнне çитсе ӳкрĕмĕр. Дожили до нового хлеба. || Новый рой. Разг. С. Мих. 23. Ку çура хуртсам çĕнĕ яркаласа-и сирĕн?

тилкепе

(тил’гэбэ, Пшкрт: тилҕӓβӓ), вожжи. N. Атăл урлă йĕс тилкепе (вĕрен) ывăтрăм. (Пăр çурăлни). С. Дув. † Вуниккĕпе явнă чĕн тилкепе пур-и хăр ялăрта явакан? Яргуньк. Ик енпе выйна чар. (Тилкепе хуни). Юрк. Лашисене тытса лыма тилкепе вырăнне пир тăрăх хураççĕ. СПВВ. БМ. Тилкепе = килкепе = тилхепе. К.-Кушки. Лашан тилкепи салтăнса кайрĕ. Лошадь развозжалась. Тилкепелĕх, материал на вожжи.

Тӳлентей

(т’ӳл’эн’дэj), имя человека. Чар-поç.

тăлла

(ты̆лла), спутать путами, стреножить. См. тăлă. N. Лашана хивре тăлăпа ан тăлла. ЧС. Пĕр ирхине вăталăх пичче çав лашана çерем çине тăлласа ячĕ. Изванк. Çав вара (в долину) çитсен, эпир утсене курăк çине тăлласа ятăмăр та, вут хутăмăр. N. Ачасем, вăрман çывăхне çитсен, лашисене тăлласа ячĕç. Цив. Çырмана пырса çитсен, эпир лашасене тăлласа ятăмăр. Скотолеч. Урине шыв е сĕлĕ ансан, лашанăн урисем чĕтĕреççĕ, вăл тăлланă пек вĕттĕн утать. ТХКА 28. Вăрмана шала, улах вырăна, кĕретĕп. Тăлласа яратăп вара лашана. Лаша кунĕпе кана-кана, вырта-вырта курăк çиет. Ib. 47. Эпĕр лашасене вăрмана питĕ шала кая-кая тăллаттăмăр. || Тормозить, остановнть (мельницу). Сред. Юм. Арман тăлла (армана авăрма чар, тени пôлать). || Опутать, обмануть. Чăв. й. пур. 5. Вăсем ун пек çынна епле те пулин тăллама тăрăшаççĕ (живущего как должно). || Препятствовать, затруднять. СПВВ. || Таскать за волосы. Чураль-к. Çӳçрен тăлларăм. Потаскал за волосы.

хыç

(хыс’), зад, что позади или сзади. Вопр. Смоленск. Çăмăр çунă чухне сарамат кĕпери çăмăрăн умĕнче курăнсан, çăмăр чарăнать, хыçĕнчен курăнсан, çăвать. Орау. Вĕсем пирĕн хыçра пычĕç (позади нас ехали). Ib. Темĕскер калаçса пыраççĕ.— Камсем? — Ав, пирĕн хыçран пыраканнисем. А.-п. й. 72. Чим-ха, чар лашусене. Атя-ха анса пăхар, пирĕн хыçран арçури шăхăрса килмест-и,— тет вăл ямшăкне. Ск. и пред. чув. 12. Пурттăм выртат çутăлса хыçа юлнă çул çинче. А.-п. й. 31. Качака такипе сурăх таки хыçа вут хунă пек илтерсе пыраççĕ. Баран. А. Вăранас пулать, тăрас пулать, умна-хыçна пăхас пулать. N. Çавăнта пирĕн хыçра пире хăвалаççĕ те, çавăнпа таратпăр. Пшкрт. Ман хыçăмăра. ÇМ. Чăваш арăмĕ, саншăн та хурлăх хыçа юлтăр. N. Хыçран пучĕ ( = пычĕ). Капк. Унпа уйăрăлсан, хыçран кăшкăрать. || Задняя часть. Регули 1130. Ял хыçĕпе (ял хыççĕн) иртсе кайрăм. Альш. Присаткаран пуçланса вара хыç каять тăсăлса. Хыçа кĕмелли присаткана алăк туса хăвараççĕ. ТХКА 52. Ял патне çитрĕмĕр, Итем хыçĕ. Картасем. || Задок у саней. N. Çуна хыçĕ. || ЧП. Эпир килетпĕр те каятпăр, умăртан хыç тесе ан калăр. Янш.-Норв. Кунтан эпир кайсассăн, умăртан хыçăр тесе ан калăр. || Задняя часть одежды. Регули 1128. Сăхман хыçĕ çĕтĕлнĕ. || Спина. N. † Пурçăн явлăк пуçăмра, хрансус явлăк хыçăмра. СПВВ. Умна-хыçна чипер пăхса çӳре. Наблюдай за собой. Пазух. † Атя, тăван, ăсатам, çаврăн, хыçна тӳрлетем. Альш. Тырра килĕшсен, çурăм хыçне паллă тăвать. А.-п. й. 89. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хăй платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. || Послед. Альш. Ача хыçĕ — ача çуралсан, кайран ача хыçĕ пулать. Ib. Ĕне хыçне пăрахман-ха (послед). КС. Тюрл. Выльăх хыçĕ, послед. Нюш-к. Сурăх хыçне пăрахаймарĕ-ха. Скотолеч. 9. Хыç пăрахнă чухне (конематка) хыçне туртса татма юрамасть, вăл хăех тухса ӳкет. Ib. 28. Тавлăкчен хыçне пăрахаймасан (ĕне) выльăх лекĕрне илсе килес пулать. Ib. 28. Ĕнен хыçĕ час тухмасть. СТИК. Хыç пăрахнă (сурăх, ĕне, пăруласан). См. ача хыçĕ, хыççи. || Употребляется в качестве послеслога: за, позади, сзади, вслед за, из-за. Регули 1129. Йывăç хыçне тăчĕ. Встал за дерево. А.-п. й. 21. Çутта курса çаксем патне кашкăр пырса тăнă та, çапă купи хыçне пытанса ларнă. К.-Кушки. Кушак кайри урипе хăйĕн хăлхи хыçне хыçат. Кошка чешет задней ногой себе за ухом. А.-п. й. 56. Йăва кашкăра та хăйĕн малтанхи юрринех юрласа катартрĕ те: усăк тута кашкăр тус, эс те тытса çиеймĕн,— тесе йăлт кăна курăнчĕ. Кашкăрĕ ун хыçĕнчен хăвалама пуçларĕ. Качал. Каччисем ăштарах? — Салтака кайса пĕтнĕ.— Салтаккисам ăштарах? — Питĕрпе хула хыçĕнче. N. Алăк хыçĕнче итлесе тăрать (т. е. за затворенной дверью или за подуотворенной). КВИ. Алăк хыçĕнче анчах ура сасси илтĕнет: унта хуралçă салтак утса вăхăт ирттерет. Только слышно:— за дверями звучно-мерными шагами ходит в тишине ночной безответный часовой. ГФФ. † Анкарти хыçĕнчи (за гумнами) посуне тапун яччăр малашне. N. Эпĕ ун ĕнси хыçне (за шиворот) улма ятăм. А.-п. й. 40. Халь тилĕпе улатакка Такмак ялĕн анкарти хыçнелле шăвăнчĕç. Орау. Лере пашне хыçне кай, кĕпĕрнатăр тухиччен кайса килен, терĕ. Тухрăм та вĕçрĕм пашне хыçнелле. N. † Утильнайĕн хыçĕнче ялан утил капанĕ, ирпе каç та тухса пăхать утильнайăн вахтăрĕ. N. Пӳрт хыçĕнчен пăхрĕ (из-за угла). N. Эпĕ те сан хыçранах пахчана тухăп. НР. † Шашкă йыттăм ман та порччĕ, карĕ поль мулкач хыçĕнчен; савнă сар тос ман та порччĕ, карĕ поль сар яш хыçĕнчен. Гончая собака у меня была, да ушла, видно, за зайцем. Подружка у меня была русая, да увлеклась, видно, русым парнем. Орау. Пирĕн хыçран килекенни, или пирĕн хыçран килекен; пирĕн хыçран пыраканни (тот, который идет за нами). А.-п. й. 74. Пĕр-ик çавра юрларĕ те, хăй хыçĕнче такам юрланине илтех кайрĕ. Пропел два куплета и слышит: позади его кто-то поет. Юрк. Тиекĕ вăл мĕн каланине ун хыçĕнчен çырса пырат. N. Çынсем хыçран, за другими. Баран. 55. Кимĕ-мĕн ан хăварăр, хыçăртан хăваласси (погоня за вами) ан пултăр. КВИ. Ватă юман хыçĕнчен шуйттан татах хĕтĕртет. || Регули 1312. Вăл пичĕш хыçĕнче порăнчĕ.

курпунлан

сгорбиться. Янтик. Ку хăма, пĕренесем айĕнче выртса, пĕтĕмпех курпунланса кайнă. Сунт. 1929, № 9. Чар Иван чухнех тунă чирку курпунланса ларнă.

кăкă

то-же, что кăк? СПВВ. МС. См. папка. СПВВ. КМ. Кăкă — купăста куçĕ. Торп-к. Ĕç, ĕç, çич пичи учĕ (лошадь), тăрăн шывăн тĕпĕпе, чăр курăкăн кăкăпе! (так! — песня из сказки).

кăлăх-чипер

изрядно, порядком. ППТ. Кил йышне те: чир-чăр вĕçтĕр! чир-чăр вĕçтĕр! тесе, кăлăх-чипер аван (или: кăлăх-чипер) хĕртеççĕ. (Сĕрен). Ib. Çапах нумайĕшĕ кăлăх-чипер ӳсĕрлеççĕ. Ib. Вăл (мертвец) çапла тухса тăрсанах (из могилы), вара кăлăх-чипер килес çумăр та, турă çав çын çине çиленнипе, сирĕлсе каят, теççĕ. [Питĕркке шăтăкĕ].

чар

звукоподр. N. Çийĕнчи тумтирне чар çурса пăрахнă. Сюгал-Яуши. Ман хайхи çĕтĕк алшăли çакланать те, чар-чар чĕрлет. || Яргуньк. Ай-ай хĕвел чарах пĕçерет-çке (сильно). || Встр. в сочетании: чăр-чар.

чар

царь. N. Чар Иван чухнехи пулĕ ку (старинное). Тюрл. Чар Иван чухнехи япала (древняя, при царе Иване). Сред. Юм. Чар Иван чухнехи, очень старинный.

Чар хули

назв. гор. Царевококшайска (ныне Йошкар-Ола). N. Ĕлĕк Чар хули тенĕ, халь Йошкар-Ола.

чар

(чар), бедро. Пшкрт.

чар

широко раскрыть, таращить, пялить, расширить (глаза). Юрк. Куçĕсене чарса хăраса пăхса тăрат. Мĕскĕн Антон. Куç-пуçĕсене салатса чарса пăрахнă. Изамб. Т. Унтан куçне чарса пăхсан сухапуç йĕрне курнă. Альш. Эсĕ куçна хытă чар, иккĕшне те. Никит. Сарă хĕртен иртнĕ чух куçа чарса пăхса ирт. В. Олг. Коçна мĕн чарса пăхатăн, мана çиленсе пăхатăн. Хорачка. Коçне чарса пăрахса пăкат. Пухтел. Çăлтăрсем куçĕсене чарса пăрахнă (в ясную погоду). || Растопырить (пальцы). N. Пӳрнесене чар. Ст. Чек. Чарас = сарас.

чаркала

учащ. ф. от гл. чар. Хурамал. Куçна ан чаркала. Не открывай широко глаз. N. Тепĕр каççĕне качака таки ĕнерен малтан таврăннă та, карчăк умне урисене чаркаласа пырса тăрать.

чар

остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.

чартар

понуд. ф. от гл. чар. Артюшк. Лашисене чартарнă. Велела кучеру остановиться.

чир-чăр

то же, что чир-чĕр, всякая болезнь (в собират. смысле). КАХ. Чиртен-чăртан хăтар. (Моленье). Ходар. Вăлсене ак мĕншĕн хываççĕ: вăлсем ĕлĕк халăха пăхса тăнă пек, халĕ те харпăр хăй ялне чир-чăра ямасть, теççĕ, такирек ăçта та хăйсен ялне-йышне пулăшать, теççĕ. (Вирĕм). N. Унта чир-чăр та вăйлă пулман.

чăр

встр. в слож: чăр-чар.

чăр-чар

подражание взгляду широко раскрытых глаз. N. Пирĕн çине чăр-чар пăхса илчĕç.

шăтăк-шăхăр

щели, дыры, ямы вообще. Утăм. Хĕлле сивĕ пуласса пĕлмен, шăтăк-шăхăрсене питĕрмен. О сохр. здор. Çавăнпа пӳрт сивĕ пулсан, тимĕр кăмака тăвас пулмасть, пӳртĕн шăтăк-шăхăрне лайăх питĕрес пулать. N. Пĕри вара ларакансенчен: „Шăтăк-шăхăр чăр! “ — тесе каларĕ, тет. Апла каласан вупăр тухаймаст, тет.

найлакалантар

(-дар), понуд. ф. от найлакалан. Сред. Юм. Чăр какай тытса алла найлакалантартăм.

папай

(пабаj), старик, дед. ЧС. Эпир, ĕлĕк папайсем каланă йăлапа, сĕрен хăваласа çӳретпĕр-ха. СПВВ. ФИ. Папай = асатте. СПВВ. ФВ. Ватă çынсене чĕннĕ чух: папай, кил-ха кунта! теççĕ. Тата папай тесе, аслатине калаççĕ: папай хытă авăтрĕ паян, теççĕ. ППТ. Çак папайран чир-чăр вĕçтĕр. (Сĕрен). Магн. М. 183. Килĕр папайсем, эписем, ачасем мункун курма. Сирĕншĕн çăмарта, пĕлĕм пĕçернĕ. Богдашк. Пурнескине папая патăм, папай мана икерчĕ пачĕ. N. Пыраттăм, пыраттăм, пурнеске тупрăм, ăна папая патăм (папай = ватă тутар). БАБ. Эпĕ курман та, хайхи Миттюç папай та пырса ларнă. Я и не видал, как пришел дедушка Митюç. (Чӳклеме). Бес. чув. 19. Эсĕ вара, Мустафа папай, лайăхах пĕлетĕн-е? Сред. Юм. Торхан папайсĕне, Хосана тытса илнĕ вăхăтра, пичке ăшне хопса, сăртран костара-костара ярса вĕлернĕ, тет. См. эпи. Тюрл. Папай — самый старик. Торă папай — Çӳлти Торă. || Бог (детск. сл.). А. Турх. N. Турă папай сыхласан, пурнăп-ха. || Гром. N. Пĕр икĕ кунтанпа кунта çĕр çĕмĕрлет, папай алтнă пек кĕлтĕртеттерет. Вопр. Смоленск. Папай вăрăмăн авăтсан (виççĕ, тавлăкран тăваттă чарăнмасăр тăрсан) йĕпе вăрăм пулать. ЧС. Папай авăтса çумăр çунă вăхăтра ан кай (не поезжай), аçа çапса вĕлерĕ. Ib. Папай авăтса çумăр çунă чухне ĕçлеме юрамас. Нюш-к. Анçи, ачам, папай çапать! (Говорят детям, когда раньше времени они едят яблоки). М. Васильев. Сохаласан-сохаласан, таçтан çăмăр тохса папай алта пуçланă. Собр. Папай авăтнă чух чӳречерен пăхсан, папай çапат, теççĕ. Сред. Юм. Папай алтмасăр çĕр чавма йôрамас. До первого грома землю нельзя рыть. Ib. Папай алтни, гром.

перчаска

(-џ̌-), перчатка. Вомбу-к. Перчаска выртать, тет, тӳмми пĕреççех, тет, тӳмми чар-чар-чар-чар! Пăхса выртать, тет.

пилле

благословлять. Сред. Юм. Альш. † Атте, анне, эсир пиллесен, эпир пин кунлăх, эсир пиллемесен, эпир çур кунлăх та çук. N. Тепĕр сукмакне пилленĕ хăпартусем чикет. Ст. Шаймурз. Анне пур таврари кӳршĕсене чĕнтерме хушрĕ. Вара эпĕ чĕнме кайрăм. Чĕнсе пухсан, анне пурне те пиллерĕ. Качал. Кĕçĕн ывăлĕ калат, тет: атте, мана пиллесе яр, эпĕ пичисене шырама каям, тесе. С.-Тим. Учитĕлĕн амăшĕ пĕр карчăка çуралнă ачана пиллеме хушрĕ (т. е. произнести ему разные добрые пожелания и наставления для будущего. Обряд ачана тирпейлени). Конст. чăв. Кукка: сана пиллесе калатăп, ачам, эсĕ Мухаммед тĕнне ан тух, терĕ. N. † Виллисем те пиллеччĕр, чĕррисем те савăнччăр. (Хĕр йĕри). ППТ. Пиллеччĕр или пиллеччĕр-çырлахчăр, — формула при поминании покойников и некоторых божеств (хĕрсут, кил-йышĕ, карта пуçĕ) в калăм кунĕ. Ib. Тавăрнас уммĕн пурте вут урлă: пиллеччĕр! çырлахччăр! тьфу, тьфу! чир-чăр вĕçтĕр! мана килес çула çак вăхăта çитмелле пултăр, пур хĕн-асапа çак вут çулăмĕ илсе кайтăр! тесе каласа каçаççĕ. (Çăпата çунтарни). Н. Седяк. Пиллес мар, çиленес Ир. Сывл. 14. Мана çамрăклах савса пиллерĕн. Урмай. Этеме савакан ыр турă! Акнă тырпул кăмăлне, çăмăрпала хĕвелне ху чысласа ху пилле Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин, пар. (Моленье). || Завещать. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр пиллесе хăварат. ЧП. Ах аттеçĕм те аннеçĕм, çӳç пĕрчинчен пиллинччĕ (пусть наделят меня скотиною. КС.). N. Акă манăн пĕр кĕреçе пур, сана çавна пиллетĕп. N. Ах аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? — Кăкăру сĕтне пиллесем. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, мĕн пилетĕн, аттеçĕм? — Çăкăрна-тăварна пиллесем. (Хĕр йĕри). Т. VI. II. Вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ пилле, çавăр, тесе, чуп туса илет (салтак ăсатни). N. Çав çурă ят çĕре пиллени те çитет мана.

Питти

имя мужч. Сред. Юм. || N. Хăш килте питти пулать те, вăл хай уçă çурейменскер, сĕрен пырсан: ачасем, манăн чир-чăра хулăпа çапса вĕçтерĕр-ха, эпĕ сире вара пурсра та пиллĕп, эсир те манăн çула çитмелле пулăр, тет. Ачасем ăна вара киревсĕр çапмаççĕ; пĕрре-и унта, иккĕ-и; пĕр-икĕ ача: çак папайран чир-чăр вĕçтĕр! тесе, çапса илеççĕ.

Пихампар

(пиhамбар), назв. духа «раздающего людям добрые качества и сообщающий йомзям (шаманам) пророческие видения; он — покровитель домашнего скота, охраняющий его от хищных зверей». МПП. Изамб. Т. Пихампар — «ангел хранитель». Ib. Манăн Пихампар ик анпуççи çинче иккĕ, усем мана сыхлаççĕ (говорит чувашин, напр., когда ему указывают на опасность). Рус. Пихампар — ангел хранитель. Череп. Пихампар, пророк. Конст. Чăв. Мухамет пихампар. Сред. Юм. Тôтарсĕм Христоса пихампар тесе калаççĕ, тет? Ib. Пихампар, божество I разряда. М. Васильев. Пихампар — пĕтĕм çынсене пĕлсе тăраканни. N. Пихампара чӳклени çак йĕрке. Чертаг. Пихампар — выльăх пăхаканскер картара. Ст. Чек. Пихампар = кашкăрсен пуçлăхĕ. Сурăха кашкăр тытсан, Пихампара пăтă паратчĕç. Н. Седяк. Пихампар, вождь волков (белый волк). N. Пихампар, «князь волков». Арç. Пире пăхан Пихампар, ху йыттуна хăвах чар. (У чуваш некоторые злые духи находятся во власти пихампар'а, а волки считаются его собственностью). СПВВ. ИА. Пихампар, йыттуна чар. Ib. Эй, Пихампарçăм! Пихампар! тырă-пулă пуласси, ăна пăртан, ар-пиртен сыхласси пурте санра. Микушк. Пихампара чăвашсем асăнаççĕ, вăсем ăна тискер кайăк выльăха тытасран асăнаççĕ. Вăл турă пирĕн Георгий выррĕне (так!) асăннă. Ib. Пихампарăн пăвăрлă лаши çилхи çине хăçан пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тин килсе пултăр çак (ят) тум-хаяр. НТЧ. Тата тепĕрне (говорит): эсĕ Пихампара пар, вăл хăй ачисене чартăр, тет, (т. е. дай в жертву ковш пива. Сăра чӳклени). Ерк. 91. Сăнне пăхма пихампар, аран çилне шăнарать. В. Олг. Пихампар — кашкăр хонĕ.

аскăнчăк

(аскы̆нζ'ы̆к, аскы̆н'џ̌ы̆к), deliratio, сумасшествие, припадки сумасшествия, исступления. Н. Карм. Аскăнчăк — усал чар: асать, ним тунине те пĕлмест. Аскăнчăк — дурная болезнь: беснуется, не знает, что делает. КС. Упăшки аскăнчăка ернĕ. Ее муж сошел чума. || Аdulter, adultera, прелюбодей, прелюбодейка. Торх., Ходар.

ашкăн

(ашкы̆н), lascivire, luxuria diffluere, bene vivere, genio indulgere, luxuriari, шалить; жить роскошно, привольно, на широкую ногу; жить припеваючи; роскошно разростаться (о растениях). Шибач. Ан ашкăн. Не шали. Б. 13 Ашкăнакана чар. Шалуна останови, т. е. запрети ему шалить. (То же в Ст. Чек. и Череп). Ст. Чек. Пит ан ашкăн, аçăвăвтан йулнине чистă пĕтерĕн. Не живи на очень широкую ногу, а то промотаешь все, что осталось от отца. У. Ашкăнса пурăнакана укçа нумай кирлĕ. Тому, кто живет роскошно, надо много денег. Беседы на м. г. Алра мен чухлĕ нумай, ун чухлĕ çын ашкăнма пăхать. Чем больше человек имеет, тем более он склонен к роскоши. Собр. 204. † Кăвак кăвакарччăн вĕçнĕ кун, кунĕсем тĕтрелĕ пулайрĕç; çак илĕртсе ашкăннă чух саманисем йăвăр пулайрĕç. (Здесь есть искажение). СТИК. Вăл кăçал ĕне юр-варĕпе ашкăнат кăна: икĕ ĕне, ĕнисем икĕш те ким пек. В этом году он живет припеваючи: у него две коровы, и обе — как ладьи; молоком хоть обливайся. СТИК. Пахчари курăк епле ашкăнса (у др. алхасса) карĕ! — час çулмалла. Как быстро, густо и высоко разрослась в огороде трава; скоро ее можно будет косить. Ст. Чек. Хирте сĕлĕсем ашкăнаççĕ. Овсы в поле растут роскошно. Календ. 1906. Çамрăк йывăç пекех ашкăнса каять. Разростается как молодое дерево. Сказки и пред. чув. 61. Çав вар тĕпĕнче вĕтĕ чул-кăна, тата ашкăнса вĕлтĕрен ӳсет. На дне того оврага лишь мелкие камешки, да еще растет во всю крапива.

ане-е

(ан’э, э littera producta, где э произн. протяжно), а V. анне, mater; hinc Ане-е-Тõр, interj. admirantis cum indignatione. От „анне“, мать, употр. в восклицании удивл. „ане-е-Тõр!’’ Сред. Юм. Ане-е-Тõр! Кăçта çын пырса сăмахлатăр õнпа! „Сирн ачасĕм çапла ашкăнаççĕ, чар çавсĕне“, терĕм те, тем-те-пĕр каласа пĕтерчĕ! Матушки мои! Разве с нею можно говорить! Когда я сказала эй, что их ребята шалят, и попросила ее, чтобы она уняла их, так она мне чего-чего только не наговорила!

какша

то же, что кукша (в сказке). Альш. Чар, какша! тесе калаççĕ, тет, тетĕшсем. Старшие братья говорят ему: «Плешак, останови (дубинку)!»

ӳт-тир

поверхность тела. К.-Кушки. Ӳт-тире тӳхса тулнă. По всей поверхности тела высыпала (сыпь). П.П.Т. Çав вута (огонь) вĕсем: пĕтĕм ӳт-тиртен чир-чăр тасалтăр, тесе, хураççĕ. (Сĕрен). Этот огонь они зажигают с тем, чтобы очистить тело от всяких болезней.

Йытă

(jыды̆), то же, что йыт. См. йăтă. Юрк. † Çĕтĕк кĕрĕкĕ татăкĕ йытă вĕрнипе çурăлат. Орау. Йытта ан йĕкĕлте (= ан çĕтĕлтер). Не дразни собаку. Сред. Юм. Эс те учитĕле тохсан, луччĕ йытта сăмсана касса парам! (Так говорят, когда уверенно знают, что собеседник не может быть учителем). IЬ. Пуçа йытта хывнă та, ĕç хушсан, та ĕçлемес. (Ссылается на болезнь, притворяется и не делает того, что ему велят). Б. 13. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. (Послов.). . Йытă мăнтăр та, çиме юрамасть. (Послов.). КАХ. Çырлах, аслă кĕлĕ! Кама тимен, ху валеççе пар. Ачăна-пăчăна чар, йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр. (Моление киремети Питтури в «тайăн сăра»). Б. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. (Загадка: иголка с ниткой). Т. М. Матв. Йытă аллипе ĕçлетĕн. Работаешь спустя рукава. Сказки и пред. чув. 14. Йытă урипе утиччен, сивĕре шăнса çӳриччен, лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхи те пулас мар. Чăв. й. пур. 7°. Çыраканнине сĕтĕрсе килес те, йытта хĕненĕ пек (как собаку) хĕнес! Орау. Йытă пек япăлтатса çӳрет. СПВВ. Х. Йытă хăй хӳри çине сысмасть, теççĕ. (Послов.). Нюш-к. Ĕлĕк авал турă, этеме ыраш панă чух: ыраш кирлĕ-и сана? тесе, ыйтать. Çын: кирлĕ мар, тет. Ыраш тĕпĕнченех пучахлă пулнă; ыраш пучаххи çурри анчах юлать. Тепре ыйтать. Çын ун чухне те: кирлĕ мар, тет. Çавăн пек темиçе хутчен ыйтса та, çын: кирлĕ марах, тесе пырать. Ыйтмассайран ыраш пучаххи кĕскелсе пырать. Турă юлашкинчен ыйтсассăн, çын: кирлĕ мар темелле-ччĕ, тет, анчах йытă: хам-хам! тесе янă та, çавăнпа халĕ пирĕн ыраш юлнă. Йытă лайăх мар вăл, тесен, йытă усракансем çак сăмахсене каласа кăтартаççĕ. Собр. Йытă шуйттана сиссе (чуя) çĕрле вĕрет, теççĕ. Т. Григорьева. Килте йытă пăтратманне ялта яшка пĕçернĕ, теççĕ. Дома не умел замесить собаке, а в деревне сварил похлебку. (Послов.). N. Эсĕ йытă! терĕм. N. Конта йытă пуç те полĕ! Здесь, чай, чорт знает что есть! Сред. Юм. Йытă самăр та, пусма юрамасть. Хоть собака и жирна, но на закол не годится. Собр. 74°. Йытă, тесен — çăмĕ çук; этем тесен — сăнĕ çук. (Послов.) Ала 91. Çакă кĕçĕн тăванĕ (брат) мĕн курман вăл! Вăл курнине ялти йытă та ан куртăр (того, что он перенес, не дай бог испытать деревенской собаке). . 31. † Пире: салтак кай (= салтака кайĕ), тесе, ялти йытă каламан пуль; çын та сисмер — кайрăмăр. Т. М. Матв. Эй, алли-урине йытта касса пама! Юрк. Йытă хĕлле, сив вăхăтра, питĕ хытă шăнса: эх, кунтан ăшă пулсан (= çăва тухсан), çула, шăрăх вăхăтра, шăмăсем тултса, пӳрт тăвăттăм (шăмăран пӳрт тăвăттăм), тесе, калать, тет. Изамб. Т. Халь уччиччĕлсем нумай: йыт кутне тапсан, уччиччĕле тивет (т. е. учителями хоть пруд пруди). N. Йытă выртман вырăнта выртăрăмăр пулĕ (валялись везде, где попало). N. † Йытă çăварне аш кĕрсен, хăçан каялла тухни пур? (Солд. п.). Орл. II 235. Хура йытти çакăнса тăрать хĕрлĕ йытти ăнах (на нее же) вĕрет. (Хуран вут çинче). Сред. Юм. Йытă хăй хӳри çине сысмас. Никто сам себя не хает. (Буквальный перевод: «собака на свой хвост не испражняется)». Чăв. й. пур. Хăне те (его), йытă вилли пек, çĕре тирпейсĕр чикнĕ (опившегося зарыли без отпевания). || Неблагодарный. || Пес (брань). Сказки и пред. чув. 47. Эрехне таçта хăй пытарчĕ те, пирĕн çине калать тата, йытă! СТИК. Çав Ваççа йыттиех (ce chien de Vassia) тунă пулĕ. Вероятно, это напроказил мерзавец (пёс) Вася.

юрă-кĕвĕ

песни (вообще). Сир. 60. Сăмахна тĕплĕ-йĕрлĕ калаç, юрă-кĕвĕ калама ан чар.

йăла

(jőла, jы̆ла), обычай, обряд. Ч.П. Эпĕ кăларнă йăла мар, авалтан каланă сăмахсем. Не мною придуманный обычай, а старинные слова (речи). N. Чăвашăн кĕл-тăвакан йăли. Обряд моления чуваш. Истор. Ун чухне йăла çапла пулнă. В то время был такой обычай. С. Çĕнĕрен йăла кăлар. Завести новый обычай. Латыш. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен карчăксем анчах пĕлнĕ. Этот чувашский обычай знали только древние некрещеные старухи. Ч.С. Ваттисем ку йăлана ахаль кăларман: чир-чăр кайтăр, тесе, туртса кăларнă. Т. Ачасем çăмарта пухас йăла çинчен. Об обычае детей собирать яйца. Пазух. Акса пулман урпана лартса тума йăла çук (нет обычая сажать ячмень). || Привычка. Сред. Юм. Мĕн йăла ô сан? Какая это у тебя привычка? Изамб. Т. Манăн темле йăла: пăртак ĕççен, ăйăх килмест! Что за привычка у меня ― как немного выпью, так и лишусь сна! Орау. Кулас йăлипе вара вăл. Это он по привычке смеяться. Учите детей. Пĕчĕккĕлле вĕреннĕ йăлана та нимĕнпе те пăрахма çук. И привычку, усвоенную с детства, трудно бросить. Тюрл. Ача-пăча йăлине пăрах. Оставь детские забавы и пр. || Дурной нрав (характер, свойство); норов. Сред. Юм. Кô лашан йăли полмалла (= чăкăмăçлать полмалла). Кубня. † Лупашкара мукка пур, темĕскерле çырла пур; вăйя тухман хĕрĕсен темĕскерле йăли пур. (Вăйă юрри). СТИК. Ку лаша тем чăрманма пăхат няк; йăли çук-и ун? Лошадь что-то не идет; не упряма ли (не с норовом ли) она? N. Йăласăр лаша, лошадь без какого-либо дурного свойства. || Характер. Юрк. Чăваш çыннийĕн йăли çапла ĕнтĕ: кирек хăçан та çын умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр, ырă ятлă пулма тăрăшат. КС. Усал йăлалă. С дурным характером или обычаем. || «Проформа». Юрк. Çуланни йăли мĕнĕ те пулмарĕ. Намаслить не намаслила. Ib. Йăлишĕн анчах вĕренеççĕ. Учатся только для формы. Альш. Хĕр ăхаль-кăна, «йăлишĕн» хирĕнсе тăрать (упрямится). Юрк. Хĕл кунĕ, сивĕ çил; мунчи пăлтăрĕ алăкĕсем йăли-кăна; ăçтан кирлĕ унтан сивĕ çил вĕрет.

вĕт-пăчăр

назв. птицы. Вомбу-к. Вĕт-пăчăр. (Вăрман-кассем калаççĕ). Шăнкăрч майлă тĕркĕнпе çӳрет: чăр-чар! чăр-чар! тесе.

вĕчĕрхен

то же, что вĕчĕркен. Беседы на м. г. Нумайĕшĕн чĕрисем çилĕпе çынна вĕчĕрхенсех çӳремеççĕ-ши? N. Çиллӳне чар, вĕчĕрхенме пăрах. Ал. цв. Аппăшĕсем уншăн вĕчĕрхеннĕ. N. Камăн чунĕ вĕчĕрхенет? (у пьяницы).

вири

(вири), тоже, что вирĕм. Кайсар. Курм. Чир-чăр кайтăр, вири, вири!

вирĕм чопни

то же, что вирĕм косни. Ходар. Вирĕм чунни. Пирĕн ялта, кашни çул вун-ултă, вун-çичĕ çулхи ачасем, мăн-кун ыран тенĕ чух, шăмат-кун каç вирĕм чупаççĕ. Мăн-кун çитесси пĕр виç-тăват эрне юлсан, вăлсем пĕр çĕре пухăнаççĕ те, вирĕм чупма пилеш хулăсем касмашкăн вăрмана каяççĕ. Хĕр-арăмсем вăл кун вирĕм ачасем валли кукăч-çăмах туса хатĕрлесе хураççĕ; йăвасем тăваççĕ, тата çăмартасем те пĕçерсе хураççĕ. Тата çав ачасам валлиях пĕрер чĕрес сăра пылласа лартаççĕ. Пӳрте кĕнĕ чухне, вăлсем юрласа кĕреççĕ. Вăлсен юрри ак çапла. „Вирĕм, вирĕм вирила, вирила та Кирила; кĕçĕр те вирĕм тиятпăр, ыран та мăн-кун тиятпăр. Кĕçĕр йăва çиятпăр, ыран пăтă çиятпăр, виçмипе яшка çиятпăр. Тавай та пире сăрине, тавай та пире сăрине, тавай пире сахăрни, шинкă та пива нинатă. — Пӳрт алăкне уçаççĕ те, пурте харăс: вирĕм! тесе, кăшкăрса яраççĕ. Хулăсемпе выляса пĕтерсен, ялта ятлă пулса пурăнса вилнĕ çынсене хываççĕ... Ăна ак çапла хываççĕ: алăк патĕнче сак çине икĕ алтăр лартаççĕ; пĕрин çине сăра хываççĕ, теприн çине кукăль, çăмарта, йăва хываççĕ. Ялти аслă çын ячĕпе пĕрене çумне пĕр çурта лартаççĕ; тата тĕпелтен сĕтел илсе пырса лартаççĕ. Сĕтел çине вара хывма мĕн кирлĕ, çавна пурне те хураççĕ. Кил хуçи хăй пирвай хывать. Сĕтел çинчен пĕр кукăльне илет те, ак çапла каласа алтăр тĕпне хурать: хамăр ялти аслă çынсем, ак сире пĕр кукăль; тытăр уна, хусамăр пĕлнĕ пек уйăрса илĕр, тет. Унтан сĕтел çинчен хуть кукăль, хуть йăва, хуть çăмарта илет те ячĕсене каласа хывать: ак Анчăк Якур, Мĕтĕк старик, Ентĕршке старик, Мишутка пичи, Матер-Ентĕри, Исаку, Тиму(х)ха Ентĕри, Тань(к)ка, Яруша, Уртеми, Микуш, Тетер старик вăйпĕрний; Шуç, Як(к)у тата Тинехпи вахтăр, пурте ывăнта пулччăр, тет. Пĕрне-пĕрне маннă пулсан: ех! тата Утриван шушчăка, самай хаяррине, ял çинче çӳренĕскерне, манса хăварнăç! Эппин ан çилен-ха, ывăнта пултăр, тесе, пĕр татăк татса пăрахать. Эппин пире чипер усрăр, ак çак ачасем, сирĕн авалхи йăлапа усалсене пилеш хулăпе (sic!) хăваласа çӳреççĕ; вăлсене чипер ачаллă-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту. Тата пĕр курка пыллă сăра ăсса илет те, пирвайхи ятсенех каласа хывать. Сăрине хывса пĕтерсен: ĕнтĕ чипер ĕçсе-çисе кайăр, тет. Кил хуçи çапла хăй хывса пĕтерсен, сĕтел хушшине кĕрсе ларать те: ачасем, килĕр муçăрсене таткаласа пăрахăр, тет. Ачасем те çавăн пекех пирвай апачĕпе хываççĕ, унтан сăрапа хываççĕ... Унтан тухса каяс чухне, тавай пилеш хулăсемпе пӳртри çынсене, тумтирсене, вырăнсене: усалли тар, ырри кил! тесе, хĕртеççĕ. Çапла туса пĕтерсен, вирĕм ачасене пĕрер çăмарта, виçшер йăва параççĕ те, вирĕм юррине юрласа туха каяççĕ. Хуçи вара пĕрене çамăнчи çуртана илет те, кукăлч татăкĕпе чăркаса, алтăр çине ак çапла каласа хурать: ак сире çурта, çутса кайма; ан çухат, тет. Унтан ик алтăрне ик аллине илет те, тата тепри ун хыçĕнчен пĕр курка шыв ăсса тухать те, урама юпа кутне кăларса: чипер ĕçсе-çисе кайăр, тесе, тăкать. Уна пыта çисе ярсан: вăл вилнĕ çынсене еççе парать, теççĕ. Ачасем тепĕр çын патне кĕрсе каяççĕ... Пĕр-пĕр вăлсене кĕртмесен, ăна вара тăшман туса, пӳрт кĕтессине хулă вĕçĕсем, йăвасем, çăмартасем чиксе хăвараççĕ. Çапла чиксен, вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть, теççĕ. Хăйсем кĕмелли килсене çӳресе пĕтерсен, шыв хĕрне вирĕм пăрахма каяççĕ. Ăна ак çапла пăрахаççĕ: хăйсен мĕн пур хуллине пĕр çĕре çыхаççĕ, тепĕр вунă йăва, виç çăмарта çыхаççĕ те: ялти чир-чăр, пур усал сывлăш çак хулăсемпе, йăвасемпе юхса кайчăр, тесе, çав каланисене пурне те шывпа юхтарса яраççĕ те, юрласа тавăрăнаççĕ. Чертаг. Вирĕм мăн-кон каççĕн чопнă.

вирĕмей

то же, что вирĕм. Б. Олг. Çатăрмапа çотăр, çотăр, çотăр! туса çӳренĕ (шăмат-кон каç): вирĕмей, вирĕмей, чир-чăр тартăр! тесе. Юалу, хăймалу (яшкалăх çăнăхран) парса. Мăн-кон ир томтирĕсене çӳлелле ута-ута каланă: чир-чăр тартăр! (таса ора, т. е. ойра).

вирми

то же, что вирĕм. Шаймурз. Çутăлсан, çав ачасемех ĕлĕк хатĕрлесе хунă хуллисене илеççĕ те, пĕр кас вĕçĕнчен пуçласа, вирми хăваласа çӳреççĕ. Вирми вăл ак мĕн пулат: кашней çыннăн карташне кĕрсе: чăр вĕçтĕр! тесе, хуралтсене (= хуралтăсене) çапса çӳреççĕ.

ия

(иja), да, etiam (утверд. част.). В. Олг., Ягудар, Яргуньк. || Встречается в одной старинной молитве, записанной для меня Гр. Анчиковым. Повидимому, служит здесь лишь для обозначения паузы. Текст записи приводится без всяких изменений. Туйри кучченеç кĕлли. (Читает туй-пуç арĕмĕ в доме невесты во время кочченеç чӳтени). Эй тур çырлах, мăн тур çырлах, мăн тур амĕш çырлах. Пӳлĕх-çи çырлах, пӳлĕх-çи амĕш çырлах, хĕрт-сорт çырлах, хĕрт-сорт амĕш çырлах. И-я, тăрăр-ха, тăххăрăн пĕр хăма çине тăрса ача-пăча туррине кĕлтăвар, килĕш тăван яван (йăваш?) чунăмпа тархаслар; илт, çырлах. Ул-хĕр çуратакан турă, ул-хĕр варĕнче усра; çурт çуратакан турă, çурт варĕнче усра; мул çуратакан турă, мул варĕнче усра; тырă-пулă çуратакан турă, тырă-пулă варĕнче усра. Хĕвел амĕш, хвелпе пçертсе ан яр; çил амĕш, çилпе типĕтсе ан яр; ту-хĕрĕнчи вак-твек турă, хута кĕр. Пихампар, ху яттуна чар; ыр хĕрт-сорт çырлах. И-я, ыр хăтам та тăхлачăм та пур, и Микки улсам та пур, Татяки та пур. И-я, лаях шăппăрç Якку улсам та пур. И-я, лайăх, çак халь хăта илсе килнĕ сăрана, мăн кушаль кучченеçе ĕççе çима пӳрсе пар. (Унтан, пĕр татăксăрах, çак кĕлле пĕтернĕ çĕре кучченеçе: çӳхӳя, чăкăта хуççа илсе юлашки сумаха — пӳрсе пар тесен, ам, ам тесе çыртса илсе çима пуçлать). Кĕллине каланă Етĕрне (т.-е. Етĕрне) уес., Шăмат вулăсĕнчи Ваçăк-кассинчи Андрей Иванов. 1921 г. 25 апреля.

ум

ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. . Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. . Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.

уральски

(ударение на а) пôлă, назв. рыбы. Сред. Юм. Чăмăр, тачка, вăрăм, тутла чăр пôлла калаççĕ.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

арест

сущ.муж.
1. (син. задержание, заключение) арест; арестлени, тытса хупни; подвергнуть аресту тытса хуп, арестле
2. (син. запрещение) арест, чару; чарни (пурлăхпа, укçа-тенкĕпе усă курма суд йышăннипе чарни); наложить арест на банковский счёт банкри счётпа усă курма чар

арестовать

глаг. сов.
1. кого (син. задержать) арестле, тытса хуп; хулиганов арестовали ашкăнчăксене тытса хупнă
2. что арестле, чару хур, уса курма чар; арестовать счёт в банке банкри счёта чару хур

выключить

глаг. сов. (ант. включить)
сӳнтер, чар, хуп; выключить свет çутă сӳнтер; выключить кран шыв кранне хуп

глушить

глаг. несов.
1. кого анрат; глушить ударом çапса анрат
2. что (син. ослаблять) вăйсăрлат, чакар; глушить звук приёмника приёмник сассине чакар
3. (син. подавлять; ант. поощрять, развивать) чар, чăрмантар, пусар; глушить инициативу пуçарăва пусар ♦ глушить мотор мотора чар; глушить вино эрех кӳп

держать

глаг. несов.
1. тыт, тытса тăр; держать в руках алăра тытса тăр; правильно держать ручку ручкăна тĕрĕс тыт
2. тыт, чар, ярса тыт; тормоза не держат тормоз чараймасть (машинăна); Держите вора! Вăрра тытăр!
3. тыт, усра, тытса усра, пăхса усра; держать свиней сысна усра; мой дед держит пчёл манăн асатте вĕлле хурчĕ тытать
4. (син. хранить) тыт, усра, хывса усра; держать деньги в банке укçана банкра усра ♦ держать оборону хӳтĕленсе çапăç; держать экзамен экзамен тыт; держать в мыслях асра тыт; держать жильцов хваттере яр, пурăнма яр; держать вправо сылтăмалла пăрăн; держать речь сăмах кала (пухура); держать в руках алăра тыт, хытă тыткала

задержать

глаг. сов.
1. кого-что (син. остановить) чар, тытса чар, чарса тăр; задержать отправление самолёта самолёта чарса тăр (вĕçсе тухасран)
2. кого тытса тăр, ан яр; меня задержали дела мана ĕçсем ямарĕç
3. (ант. освободить) тыт, ярса тыт, тытса чар, тытса хуп; грабителей задержали быстро вăрăсене часах ярса тытнă ♦ задержать дыхание сывлама чарăн (пĕр хушă)

запретить

глаг. сов., (ант. разрешить, позволить)
чар, ан хуш, ирĕк ан пар; здесь запрещено курить кунта туртма юрамасть

мешать

1. глаг. несов., (ант. помогать)
кансĕрле, чăрмантар, чăрмав кӳр, чар; вы мешаете нам работать эсир пире ĕçлеме чăрмантаратăр ♦ не мешало бы юрĕччĕ, пăсмĕччĕ

остановить

глаг. сов.
чар, тăрат, чарса ларт; остановить машину машинăна тăрат; остановить шалунов ашкăнчăксене чар ♦ остановить взгляд тинкерсе пăх; остановить внимание тимле, тимлесе тишкер

открытый

прил., открыто нареч.
1. (ант. закрытый) уçă, уçса янă; открытая настежь дверь яри уçса янă алăк
2. (син. явный) уçă, тӳрĕ, кĕрет, пытарусăр; открыто высказывать свои мысли харпăр шухăшне пытармасăр кала ♦ открытая степь таса çеçен хир; открытый урок уçă урок (кăмăл тăвакансем итлемелли); открытый характер тарават кăмăл; открытый вопрос татăлман ыйту; открытое письмо уçă çыру (хаçатра пичетлени); на открытом воздухе уçă сывлăшра
глаг. сов.
1. (ант. закрыть) уç, чар, кар, уçса яр, уçса хур; открыть окно чӳрече уç; широко открыть рот çăвара карса пăрах
2. (син. задействовать) уç, хыв, пуçла, йĕркеле; открыть фирму фирма йĕркеле; открыть движение автобусов автобус çӳретме пуçла
3. уç, пĕл, туп, уçса пар, открыти ту; астрономы открыли новую звезду астрономсем çĕнĕ сçăлтăр тупнă ♦ открыть правду чăннине уçса кала; открыты новые возможности çĕнĕ майсем палăрчĕç

позволить

глаг. сов. (син. разрешить; ант. запретить)
ирĕк пар, ан чар; Позвольте спросить! Ыйтма ирĕк парсамăр!

преградить

глаг. сов. (син. перекрыть)
пул, чар, пӳлсе хур, чарса ларт; дорога преграждена каменным обвалом чулсем йăтăнса анни çула пӳлнĕ

разрешить

глаг. сов.
ирĕк пар, ан чар; Разрешите войти! Кĕме ирĕк парсамăр!

сорвать

глаг. сов.
1. тат, татса ил; илсе пăрах; сорвать яблоко пан улми татса ил; ветер сорвал шляпу çил шлепкене илсе пăрахрĕ
2. (син. нарушить) пăс, пĕтер, чар; сорвать урок урока пăс

тормозить

глаг. несов.
чар, тормозла; тормозить машину машинăна чар

хватать

1. глаг. несов.
1. кого-что тыт, çатăрла, ярса ил; хватать за руку алăран çатăрласа тыт
2. кого (син. ловить, задерживать) ярса тыт, тытса чар; хватать воров с поличным вăрăсене тĕспе ярса тыт ♦ за сердце хватает чĕренех пырса тивет

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

глушить

-шу кого, что несов. 1. анӑрат, ӑнтан яр; 2. шӑпрах ту, кӑшт ҫеҫ илтĕнмелле ту; 3. пусса ил, ӳсме чар (ҫум-курӑкĕ).

задержать

-ержу кого, что сов., задерживать несов. чар, тыт, тытса чар, тытса тӑр, чарса тӑр; 2, ӑрестле.

запретить

-щу сов., запрещать несов. тума чар, ирӑк ан пар.

изъять

изыму кого, что сов., изымать несов. тыткалама чар, пӑрахӑҫа кӑлар (ӗлӗкхи хут укҫасене).

выход

1. тухни; 2. тухмалли алăк; 3. май, мел, сăлтав; 4. тухăçлăх (тыррăн); дай выход своему гневу çиллӳне шăнар, тытса чар.

обрезывать

обрезать кого, что несов., обрезать, -жу сов. 1. кас (чӗрне), касса тух, касса пăрах, касса тат; 2. калама чар, сăмах пул.

обуздывать

кого, что несов., обуздать сов. 1. ҫӑварлӑхла, ҫӑварлӑх пар; 2. йӑвашлантар, лӑплантар, пусар, тытса чар, ытлашши ирӗк ан пар.

ограничить

-чу кого, что сов., ограничивать несов. ирĕк ан пар, чар, хӗс, пӳлсе пыр, чакар.

одёргивать

кого, что несов., одернуть сов. 1. (кĕпене) турткаласа тÿрлет; 2. туртса чар, ытлашши иртĕнме ан пар (кама та пулин).

осаживать

кого несов., осадить, -жу сов. 1. чакар; чар (лашана); 2. пӳлсе хур, ирĕк ан пар (иртӗхе пуҫланнӑ ҫынна).

останавливать

кого, что несов., остановить, -влю сов. чар, тӑрат, чарса тӑрат; останови лошадь лашуна тӑрат; останови ребёнка, не давай ему шалить ачуна чар, ан ашкӑнтар ӑна; остановить оратора оратор сӑмахне пул.

отсоветовать

пӗр-пӗр ӗҫ тăвасран чар.

разрешить

-шу что сов., разрешать несов. 1. ирĕк пар, ан чар, кӑмӑл ту; 2. татса пар (ыйтӑва); разрешить сомнения иккĕленнине, шикленнине сирсе яр.

растопырить

что сов., растопыривать несов. разг. кар, чармакла (пӳрнесене), чар, тӗксене тӑрат; он шагает, широко растопыривая ноги вăл кармакланса утать; индюк растопырил хвост и крылья кӑркка ҫунатне, хӳрине тӑратнӑ; я карман растопырил эпӗ кӗсъене сарлака уҫса хутăм.

сдерживать

кого, что несов., сдержать, -жу, -жишь сов. 1. чарса тăр (тӑшман ҫарне); 2. тытса чар (кӳлнӗ лашана); 3. чӑтса тăр; еле сдержал слёзы йӗресрен аран ҫеҫ чӑтса тӑтӑм, йӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм; он сдержал своё слово вӑл хӑй сӑмахне тытрӗ, каланине турӗ.

стеснить

кого, что сов., стеснить несов. 1. хӗстер, тӑвӑрлат (диван ҫине виҫҫӗмӗш çын ларсан); 2. хӗс, ирӗк ан пар (ҫутӑ тума); стеснить в средствах укҫа тӑккалама чар; 3. кансӗрле, чӑрмантăр.

позволить

кому, чему сов., позволять несов. ирĕк пар, пĕр-пĕр ӗҫ тума ан чар, кӑмӑл ту; позволяет себе слишком много вăл ытлашши; иртĕне пуҫларӗ.

преграждать

кому что несов., преградить, -жу сов. пул, чар, картла.

прекращать

что несов., прекратить, -ащу сов. чар, чарӑн, пăрах; сивĕн, пис; прекратить дружбу туслашма пăрах, сивĕн, пис.

препятствовать

-ствую кому, чему несов. кансӗрле, чӑрмантар, чар, ҫула пул, ҫула картла.

прерывать

кого, что несов., прервать, -ву сов. 1. чар, пул; прервать разговор сӑмах пул; 2. чарăн; прервать работу ӗҫлеме чарӑн (пăрах).

пресекать

что несов., пресечь, -ку, -чёшь сов. пĕтĕмпех пĕтер, пĕтерсе хур, пуҫпех чар.

придержать

-жу, -жишь кого, что сов. разг., придерживать несов. тытса тăр, чар (лашана); тытса усра; придержи деньги вперёд пригодятся укҫуна усрама тӑрӑш (ан яр): ÿлĕмрен те кирлĕ пулĕ; придержи язычок чӗлхӳне ҫырт, чар, ан чĕн.

прикусить

-ушу, -усишь что сов., прикусывать несов. кӑшт ҫырт; прикусывать сахар сахара çырта-çырта ил; прикусить язык шӑлна (чӗлхӳне) ҫырт (чар), ан чӗн, ан шарла.

приостановить

-влю, -овишь что сов., приостанавливать несов. пĕр вӑхӑта чар, чарса тăр (суд решенине), чарӑнса тăр (наступлени тума).

таращить

-щу что несов., вытаращить сов. разг. куçа чар, чарса пăх, чарса пăрах.

угомонить

кого, что сов. разг. лăплантар, чар (ачасене).

удержать

-жу, -жишь кого, что сов., удерживать несов. 1. (мĕне те пулин) тытса чар, ӳкме ан пар, чар; кучер не удержал лошадей, и они понесли кучер лашасене чараймарĕ, вĕсем ĕрĕхсе кайрĕç; 2. катса юл; тытса юл; с меня удержали три рубля манран виç тенкĕ тытса (катса) юлчĕç.

укротить

-щу, -тишь кого, что сов., укрощать несов. 1, чар, лăплантар, йăвашлантар, итлекен ту (тигра); 2. пусар, сапăрлат; укротить гнев çилле пусар.

унимать

кого, что несов., унять, уйму сов. чар, пусар, лăплантар.

успокаивать

кого, что несов. успокоить, -ою сов. 1. йăпат, лăплантар, пусар, канăçтар; 2. пусăрăнтар, чар, тамалтар (ыратнине).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

арестовать

сов. 1. кого-что арестле, тытса хуп; 2. что, юр. арест ту, арест хур; арестовать имущество пурлăха арест хур (тыткалама е сутма чар).

возбраняться

несов. уст. чар, ирĕк ан пар.

воздержаться

сов. от чего и без доп. тытăнса (е чарăнса) тăр, хăвна ху чар; воздержаться от крика кăшкăрасран хăвна ху чар; 2. (не принять участия) тытăнса тăр, ан хутшăн, ан ер; воздержаться от голосования сасăланă çĕре ан хутшăн.

воспрепятствовать

сов. кому-чему чар, чăрмантар; воспрепятствовать продвижению противника тăшмана мала кайма чар.

воспретить

сов. что кому и с неопр. чар, ирĕк ан пар.

выключить

сов. 1. что чар, ĕçлеме пăрахтар; сӳнтер; выключить мотор мотора чар; выключить свет çутă сӳнтер; выключить газ газа сӳнтер; выключить радио радиона чар; 2. кого-что (исключить) кăлар, кăларса пăрах; выключить из списка списокран кăлар; выключить из игры вăйăран кăлар.

вынудить

сов. кого-что ирĕксĕрлесе тутар (мĕн те пулин); ан пар, чар (мĕн те пулин тума); вынудить противника к отступлению тăшмана каялла чакар; вынудить к молчанию калаçма чар; вынудить к согласию вăйпах килĕштер (кампа та пулин).

выход

м. 1. по гл. выйти; выход на работу ĕçе тухни; выход из игры вăйăран тухни; 2. (место) тухмалли вырăн, алăк; стоять у выхода тухнă çĕрте тăр; из этого помещения есть три выхода ку пӳлĕмрен виçĕ алăк тухать; 3. перен. (способ, путь) май, мел, çул; найти выход из затруднения йывăрлăхран тухмалли май туп; 4. (продукции) тухăç, тухăçлăх; выход продукции продукци тухăçĕ; ◇ дать выход чему-л. ан чар; знать все ходы и выходы ăçтан кĕрсе ăçтан тухмаллине пĕлсе тăр.

гасить

несов. что 1. (тушить) сӳнтер; гасить свет çутă сӳнтер; 2. перен. (подавлять, заглушать) чар, пусар, тытăнса тăр; гасить в себе гнев çиллӳне чар; 3. (погашать долг) тат (парамă); ◇ гасить почтовую марку почта маркине çӳрет; гасить известь известь çунтар; гасить мяч спорт. мечĕке çапса антар (баскетбол, волейбол вăййинче).

гладить

несов. 1. что и без доп. утюгла, якат; 2. кого-что (лаская) ачашла, лăпка; гладить ребёнка ачана ачашла; 3. что (приглаживать) шăл, сăтăр, якат; гладить по головке кого-л. пуçран ачашла, ырла, ан чар (пĕр-пĕр ĕç тума); гладить против шерсти тĕк тат, пăсăрлантар.

глушить

несов. что 1. (заглушать) итлеме ан пар, итлеме чăрмантар, илтĕнми ту; 2. (не давать расти, развиваться) пусар, хупла, путар; глушить инициативу пуçарулăха хупласа пыр; 3. прост. (тушить) сӳнтер; глушить самовар сăмавара сӳнтер; ◇ глушить водку (или вино) эрех кӳп; глушить мотор мотора чар; глушить рыбу пулă сирпĕт.

заглушить

сов. что 1. хупла, хупласа ларт, илтĕнми ту; чар, чарса ларт (мотор); завывание ветра заглушило шум моря çил ӳлени тинĕс шавне хупласа лартрĕ; 2. перен. (ослабить, притупитьо чувствах, ощущениях) пусар, лăплантар; заглушить боль ыратнине пусар; 3. (о растениях) пусса ил (е ларт), хупласа ил; сорняки заглушили посевы калчасене çумкурăк пусса илнĕ; 4. перен. (подавить, уничтожить) пусар, путар, тытса чар; заглушить гнев çилле пусар.

задержать

сов. 1. кого-что (воспрепятствовать, приостановить) чар, тытса чар; задержать на час сехетлĕхе тытса чар; задержать воду шыва чарса ларт; дожди задержали сев çумăрсем акана тухма чарса тăчĕç; 2. что (замедлить, прекратить) чарăн; задержать шаги утма чарăн; задержать дыхание сывлама чарăн; 3. что (удержать) тытса юл; задержать зарплату ĕç укçине тытса юл; 4. кого-что (взять под стражу) тыт, тытса чар, арестле; задержать вора вăрра тыт; ◇ задержать взгляд на чём-л. тинкерсе пăх.

зажать

сов. 1. кого-что (стиснуть) пăчăрта, пăчăртаса тыт (е ларт), чăмăрта, хĕстер, хĕстерсе (е хĕçсе) ларт; 2. что (плотно закрыть) вит, хупла, хупласа ларт (е хур); зажать рот 1) çăвара хупла; 2) перен. калаçма чар; 3. что, перен. разг. (стеснить) хĕç, путар, путарса ларт; зажать критику критикăна путарса ларт.

законсервировать

сов. что 1. консервла; законсервировать рыбу пулă консервла; 2. (приостановить) чар, чарса ларт; законсервировать предприятие предприятие ĕçлеме чарса ларт.

закрыть

сов. 1. что (крышку, створки) хуп, хупса ларт (е хур); закрыть окно 1) чӳрече хуп; 2) (занавесить) чӳречене карса ларт; 2. кого-что (запереть) хуп, хупса ларт, питĕр, питĕрсе ил; закрыть на крючок çаклатса ларт; закрыть на замок çăрапа питĕрсе ил; 3. что (выключить воду, газ и т. п.) хуп, хупса ларт, пăр, пăрса ларт (кран); чар, чарса ларт (шыв); 4. кого-что (покрыть, накрыть) хупла, хупăрла, вит; закрыть голову платком пуçа тутăр çых, пуçа тутăрпа хупла; тучи закрыли небо тӳпене пĕлĕтсем хупăрласа илчĕç; 5. что (прекратить, сделать недоступным) хуп, пӳл, картла, питĕр, чар; закрыть движение çӳреме чар; закрыть дорогу çула пӳл; 6. что (прервать деятельность) хуп, хупса ларт; чар; закрыть собрание пухăва хуп; закрыть фабрику фабрикăна чарса (е хупса) ларт; 7. что (сомкнуть, сложить) пуçтар; хуçлат; закрыть зонт сунчăка пуçтар; закрыть глаза 1) куç хуп; 2) на что, перен. курмăш пул; закрыть глаза на недостатки çитменлĕхсене курмăш пул; закрыть рот 1) çăвар хуп; 2) кому, перен. çăварне пăкăла; ◇ закрыть двери дома перед кем-л. или для кого-л. алăк хупă (камшăн та пулин); закрыть кавычки кавычка хуп; закрыть счёт счёт хуп.

запрет

м. по гл. запретить; наложить запрет чар, чарса ларт; держать под запретом усă курма чар.

запретить

сов. что чар, чарса ларт, ирĕк ан пар; хождение по газонам запрещено газон çине кемĕ юрамасть.

застопорить

сов. 1. что чар, чарса ларт; застопорить машину машинăна чарса ларт; 2. что, перен. разг. чар, вăрахлат, чарса пыр; застопорить дело ĕçĕ чар; 3. без доп. чарăн, ĕçлеме пăрах; мотор застопорил мотор чарăнса ларчĕ.

заткнуть

сов. что 1. (закрыть отверстие ) питĕр, питĕрсе ларт (е хур) мăкла, мăкласа ларт (е хур), чик, чиксе хур (е ларт); заткнуть бутылку пробкой кĕленчене пикаласа ларт; 2. разг. (засунуть за что-л.) чик, чиксе хур (е ларт), хĕстер (пиçиххи хушшине); ◇ заткнуть за пояс ирттер, пултаруллăрах пул; заткнуть рот (или горло, глотку) кому-л. çăварне хупла, калаçма чар.

зашикать

сов. на кого-что и без доп. 1. разг. (начать шикать, призывая к молчанию) чар, ш-ш-ш! те; 2. уст. (начать шикать, высказывая неодобрение) шăхăрма пуçла (е тапрат, тытăн — актёра, оратора, килĕшменнине палăртса).

изъять

сов. что 1. (из употребления, из обращения) пăрахăçла, пăрахăçа кăлар, чар; изъять из обращения пăрахăçа кăлар, çӳреме чар; изъять из продажи сутма чар; 2. (отобрать) туртса ил, конфискациле; изъять излишки ытлашшине туртса ил.

миндальничать

несов. с кем-чем и без доп., разг. 1. (нежничать) ытлашши ачашлан; 2. (потакать) çемçешке пул, иртĕхтер, ан чар; нечего с ними миндальничать вĕсене хытарас пулать.

оборвать

сов. 1. что (сорвать всё) татса пĕтер, татса илсе пĕтер; оборвать все цветы чечексене пĕтĕмпех татса пĕтер; 2. что (разорвать) тат, туртса тат, татса пăрах; оборвать нитку çип тат; 3. что, перен. (прекратить) тат, пул, чар; оборвать разговор калаçăва пӳл; 4. кого, перен. (заставить замолчать) чарса ларт, сасартăк чар (калаçма).

обуздать

сов. 1. кого (надеть узду) çăварлăхла; 2. кого-что, перен. (сдержать, умерить) çăварлăхла, чар, пусар.

ограничивать

несов. 1. см. ограничить; 2. что (являться пределом чего-л.) чар, чикĕле, чикĕ пулса тăр.

ограничить

сов. кого-что (стеснить) чикĕле, чар, пӳл, хĕç, чакар; ограничить себя в чём-л. хăвна ху чар (мĕн енчен те пулин).

одёрнуть

сов. 1. что туртса юса (е тӳрлет); 2. кого, перен. разг. чар, йĕркене кĕрт; одёрнуть нахала сĕмсĕре чар.

осадить

сов. кого 1. (резко замедлить ход) туртса чар, тытса чар; осадить лошадь лашана туртса чар; 2. перен. (одёрнуть) чар, çăварлăхла.

остановить

сов. 1. кого-что (прекратить ход) чар, тăрат, чарса тăрат; остановить часы сехете çӳреме чар; 2. кого-что (сдержать) чар; остановить шалуна ашкăнакана чар; 3. что (сосредоточить): остановить внимание на ком-чём-либо кăмăллама тытăн; остановить взор на ком-чём-л. куç хыв.

остановиться

сов. 1. (перестать двигаться) чарăн, тăр, чарăнса тăр; 2. (временно расположиться) (чарăнса) вырнаç; остановиться в гостинице гостиницăна вырнаç; 3. на ком-чём (сосредоточитьсяо мыслях, внимании и т. п.) çине хур, çинче чар.

отклонить

сов. 1. что (в сторону) вырăнтан хускат (е куçар), тайăлтар, тайса яр; 2. кого, перен. (удержать от чего-л.) пăр, тытса чар; отклонить от принятого решения тытнă шухăшран пăрса яр; 3. что, перен. (отвергнуть) ан йышăн, сирсе яр; отклонить предложение сĕнĕве ан йышăн.

парализовать

сов. и несов. кого-что 1. паралич (е шалкăм) çап; 2. перен. пĕтер, чар; страх парализовал силы хăранипе вăй пĕтсе ларнă; парализовать наступление наступление чар.

перервать

сов. что 1. (разорвать) тат; перервать нитку çипе тат; 2. разг. (прекратить) чар, пул, тат; перервать телеграфную связь телеграф çыхăнăвне тат.

перехватить

сов. 1. кого-что (задержать) тытса чар, çулне пӳл; 2. что (захватить) тытса (е çавăрса, ярса) ил, ярса (е çавăрса) тыт; 3. что (схватить, обхватить другой рукой) тыт, тытса ил, ярса тыт; перехватить удобней ружьё пăшала меллĕрех ярса тыт; 4. что (перевязать поперёк) çых, явакласа ил; 5. что (вызвать спазму) антăхтар, пӳлсе ларт; перехватить дыхание сывлăша пӳлсе ларт; 6. что, чего и без доп., разг. (наскоро съесть) çырткаласа (е çикелесе) ил; 7. без доп., разг. (проявить неумеренность в чём-либо) иртсе (е иртĕхсе) кай; ◇ перехватить через край см. край.

перечеркнуть

сов. что туртса (е чĕрсе, хуратса) пăрах; перечеркнуть страницу страницăна чăр-чар туртса пăрах.

побороть

сов. 1. кого (кĕреиме) çĕн, çĕнтер, парăнтар, çиеле, тух; 2. что (преодолеть) çĕнтер, сир, пусар; побороть страх хăранине сир; побороть себя хăвна ху тытса чар.

позволить

сов. 1. что и с неопр. хуш, ирĕк пар, ан чар; позволь посидеть ларма ирĕк пар; 2. (дать возможность что-л. сделать) май пар, пар; приедем, если позволит погода çанталăк май парсан пырăпăр; 3. повел.: позволь(те) чим(ĕр)-ха; ◇ позволить себе 1) хăвна ирĕк пар; позволить себе отдых хăвна кану пар; 2) хăйса ту, тума хăй; позволить себе грубость пуçтахлан.

помешать

сов. кому-чему чăрмантар, кансĕрле, чăрмавла, чăрмав кӳр, чар.

попустительствовать

несов. кому-чему ирĕк пар, ан чар, еккине яр.

потакать

несов. кому в чём, чему, разг. ашкăнтар, еккине яр, иртĕнтер, ан чар.

потворствовать

несов. кому-чему ирĕк пар, ан чар, еккипе пыр, еккине яр.

преградить

сов. что пӳл, картла, чар, пӳлсе (е чарса) хур; преградить путь çула тат; вешние воды преградили дорогу çурхи шывпа çул татăлнă.

прекратить

сов. что и с неопр. чар, чарăн, пĕтер, тат, пăрах, чарса (е пĕтерсе) ларт; прекратить знакомство сивĕн; прекратить разговор калаçма чарăн; прекратить работать ĕçлеме пăрах; прекратить сношения çыхăну тат.

прервать

сов. 1. что чар, чарăн, пăрах, пăс, тат; прервать разговор калаçăва чар; прервать переписку çыру яма пăрах; прервать связь çыхăну тат; 2. кого и без доп. (перебить речь) чар, пӳл, пӳлсе хур; прервать лектора вопросом лектора ыйту парса пӳл.

пресечь

сов. что чар, пĕтерсе (е чарса) ларт; пресечь болезнь чире чар.

приглушить

сов. что 1. прям. и перен. (немного ослабить) чакар, чар, лăплантар, пусар; приглушить мотор мотора чар; приглушить тоску тунсăха пусар; приглушить боль ыратнине лăплантар; 2. разг. (потушить) хупла, сӳнтер; приглушить самовар сăмавара хупла; приглушить угли кăвар сӳнтер.

придержать

сов. 1. кого-что кăшт тыт (е чар), ⸗са [⸗се ] тăр; придержать лошадей лашасене хуллентерех яр; придержать дверь ногой алăка урапа тапса тăр; 2. что (сохранить на время) тытарах тăр (е пар); придержать деньги укçана кăрăсрах тыт; придержать язык чĕлхене чар.

прикрыть

сов. 1. (притворить) кăшт хуп, тай; прикрыть дверь алăка тай; 2. кого-что (покрыть, защитить) вит, витĕнтер, хупла; прикрыть ладонью алăпа хупла; наседка прикрыла цыплят крыльями чăх чĕпписене çунаттипе хупласа ларчĕ; 3. что (скрыть) пытар, ан палăрт; 4. кого-что, воен. хутĕле, хӳтĕ ту; прикрыть артиллерией тупăсенчен персе хӳтĕле; 5. что, разг. (прекратить, закрыть) хуп, пĕтер, чар, хупса (е чарса, пĕтерсе) ларт.

приостановить

сов. кого-что вăхăтлăха чар, чарса тăрат.

приструнить

сов. кого-что, разг. чар, ятла, пар, хытар, хĕстер.

пришвартовать

сов. что, мор., ав. пырса тăрат (е кăкар, чар).

раскинуть

сов. что 1. (развести в разные стороны) чар, чарса пăрах, чаркаласа пăрах, сарса пăрах; раскинуть руки-ноги алă-урасене чарса пăрах; 2. (расставить) кар; раскинуть палатку палатка кар; 3. (разостлать) кар, сар, сарса пăрах; раскинуть сети серепе кар; раскинуть ковёр кавир сар; 4. перен. (распространить) сар, сарса яр; раскинуть торговую сеть суту-илĕве сарса яр; ◇ раскинуть умом тавçăрса ил; раскинуть карты картсене майлаштар.

рассказ

м. 1. по гл. рассказать; прервать рассказ калаçма чар; 2. лит. калав; сборник рассказов калавсен сборникĕ.

расставить

сов. 1. кого-что вырнаçтар, вырнаçтарса (е лартса, тăратса) тух; расставить книги кĕнекесене вырнаçтарса тух; 2. что, охот., рыб. ларт, лартса (е карса) тух; расставить капканы капкăнсем лартса тух; расставить сети тетел карса тух; 3. что (раздвинуть) чар, чарса (е чаркаласа) тăр; расставить ножки циркуля циркуль урисене чар.

растворить

сов. что 1. (распахнуть) уç, уçса яр, уçса пăрах; 2. спец. (раздвинуть) чар, сар; растворить циркуль циркуль сар.

рука

ж. 1. (конечность) алă, хул; подать руку 1) алă пар (е тыт); 2) перен. пулăш; 2. мн. руки (рабочая сила) алă; çын, ĕçлекен, ĕç вăйĕ; мало свободных рук ĕç вăйĕ сахал; 3. (почерк) çыру, алă, çыру уйрăмлăхĕ; это не моя рука ку ман алă мар; 4. всочет. с «правая», «левая» (сторона, бок) ен, аяк; под правую руку сылтăм енне; ◇ золотые руки см. href='/s/золотой'>золотой; лёгкая рука см. лёгкий; быть в чьих-л. руках кам та пулин аллинче; на руку кому-л. камшăн та пулин лайăх; по рукам! калаçса татăлтăмăр!; ударить по рукам килĕш; иметь под руками ал айĕнче тыт; руками и ногами 1) (охотно) хаваслансах, хапăл тусах; 1) (целиком, полностью) пĕтĕмпех; рука руку моет см. href='/s/мыть'>мыть; рука об руку килĕштерсе (пурăн); руки прочь от кого-чего-л. ан çыпçăн, ан çыпăç; руки коротки аллу кĕске, пултараймăн; руки не доходят ал çитмест, ерçӳ çук; руки опустились (или отнялись) у кого-л. кăмăл çук (мĕн те пулин тума); руки чешутся у кого-л.1) (хочется подраться) çапăсас килет; 2) (хочется заняться чем-л.) ĕçлеç килет, алă кĕçтет; рукой подать питĕ çывăх; греть руки см. href='/s/греть'>греть; дать руку на отсечение тупа ту; ломать руки ним тума аптăра; марать руки алла варала; обломать руки о кого-л. хĕнесе пĕтер; предложить руку (и сердце) см. href='/s/предложить'>предложить; приложить руку к чему-л. алă пус; сложить руки ĕçлемесĕр лар; умыть руки ответ тытасран пăрăн; дать волю рукам см. href='/s/воля'>воля; махнуть рукой алă сул; брать себя в руки хăвна ху алла ил; дать по рукам ятла, тума чар; держать в руках кого-л. хытă тыт; узнать из первых рук хăйĕнчен ыйтса пĕл; набить руку хăнăхса çит; мастер на все руки пур ĕçе те ăста; на руку нечист алли кукăр; как без рук алсăр пекех; на скорую руку васкавлăн, йăпăртах; положа руку на сердце ним пытармасăр, пĕтĕм чĕререн; из рук вон плохо питĕ япăх, питĕ начар; все валится из рук ĕç ăнмасть; от рук отбился итлеме пăрахрĕ; носить на руках ачашласа усра, питĕ юрат; писать от руки алăпа çыр; не говори под руку ĕçлеме ан чăрмантар; идти под руку çавтăнса пыр; по рукам ходить алăран алла çӳре; сидеть сложа руки алă усса лар, ĕçсĕр лар; сон в руку см. href='/s/сон'>сон; с рук сбыть хăтăл, алăран яр; правая рука чи шанчаклă çын; чужими руками жар загребать çын аллипе кăвар турт; это дело его рук ку унăн ĕçĕ.

сдержать

сов. 1. кого-что, разг. (поддержать тяжесть) тытса (е йăтса) тăр; 2. кого-то (противостоять напору) чарса тăр, тытса чар; сдержать напор врага тăшмана чарса тăр; 3. кого-что (остановить на ходу) тытса (е туртса) чар; сдержать лошадей лашасене туртса чар; 4. что, перен. (умерить, подавить) (тытса) чар; сдержать слёзы куççуле тытса чар; ◇ сдержать слово сăмах тыт, панă сăмаха пурнăçла.

сдержаться

сов. тытса чар (хăвна ху), чăтса тăр.

скрепиться

сов. 1. пĕрлешсе (е çыхăнса) лар, çирĕпленсе хыт; 2. разг. (сдержаться) хăвна ху тытса чар.

слово

с. 1. сăмах; иноязычное слово ют чĕлхе сăмахĕ; меткое слово вырăнлă сăмах; 2. (речь, язык) чĕлхе, сăмах; культура слова сăмах культури; 3. (фраза, разговор) сăмах, калани; мои слова на него подействовали манăн сăмахсем ăна витерчĕç; понять друг друга без слов пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнлан; 4. (повеление, мнение) сăмах, хушни, калани; последнее слово за старшим татăклă сăмаха асли калать; 5. (обещание) сăмах; держать своё слово сăмахна тыт, сăмаху çинче тăр; 6. (право говорить, выступать публично) сăмах, калаçни; дать слово сăмах пар; взять слово сăмах ил; лишить слова калаçма чар; 7. (литературное произведение, текст) сăмах, хывнă (е каланă) сăмах; слово о полку Игореве Игорь полкĕ çинчен хывнă сăмах; песни на слова Тукташа Тукташ сăмахĕсем тăрăх хывнă юрăсем; ◇ жалкие слова мĕскĕн сăмахсем; живое слово см. живой; крылатые слова см. крылатый; новое слово çĕнĕ сăмах, çĕнĕлĕх; по последнему слову науки (или техники) наукăн (е техникăн) чи çĕнĕ меслечĕпе; право слова чăн та; свобода слова сăмах ирĕклĕхĕ; сильные слова çирĕп (е хаяр) сăмахсем; честное слово тупа та, чăнах та; другими словами урăхла (е тепĕр майлă) каласан; одним словом пĕр сăмахпа каласан; слово в слово тĕп-тĕрĕс, пĕр сăмах улăштармасăр; слово за слово сăмах çумне (е хыççăн) сăмах; на словах сăмахпа; по словам каланă тăрăх, сăмахĕ тăрăх; со слов илтнĕ тăрăх; без дальних слов ытлашши сăмах вакламасăр; в двух (или в кратких, коротких, нескольких и т. п.) словах пĕр-ик сăмахпа, кĕскен; в полном смысле слова чăннипех; к слову прийтись чĕлхе вĕçне кил; к слову сказать сăмах май каласан; от слов а до слова пĕр сăмах сиктермесĕр; с первого слова пĕр сăмахран, тӳрех; с чужих слов çын сăмахĕ тăрăх; дар слова; 1) (красноречие) сăмах ăсталăхĕ; 2) (дар речи) калаçма пултарни; игра слов сăмах вăййи; набор слов сăмах купи; плетение слов ирон. (о стиле) сăмах авкалани; слов (слова) нет тавлашмалли çук; нет слов, как ... сăмахпа каласа пама çук; бросать слова на ветер сăмах вĕçтер; взять (брать) свои слова обратно хăвăн сăмахна каялла ил; глотать слова сăмах çăт (ăнланмалла мар хăвăрт калаç); замолвить слово за кого-л. хута кĕрсе сăмах кала (е хуш, чĕн); тратить слова понапрасну (или попусту, зря и т. д.) пустуй калаç, пуш сăмах вакла; бросаться словами см. бросаться; играть словами; 1) сăмах вылят; 2) ытарлă кала, юптар; поминать добрым словом см. поминать; верить на слово сăмаха шан; висеть (или держаться и т. п.) на честном слове аран-аран тытăнса тăр; ловить на слове (или словах) сăмаха çыпçăн, сăмахран сăлтав ту; быть господином (или хозяином) своего слова хăвăн сăмаххупа ху хуçа пул; не говоря худого (или дурного) слова сив сăмах каламасăр, чĕрре кĕмесĕр; не добиться слова см. добиться; не лезть за словом в карман см. лезть; он не может (или не умеет) связать двух слов вăл икĕ сăмах та çавăрса калама пултараймасть; не находить слов для чего-л., слов для чего-л. не хватает сăмах тупаймасăр аптраса тăр; поймать на слове сăмаххипе тыт; перейти от слов к делу сăмахран ĕçе куç; живого слова не услышишь никампа калаçса илме çук; слово не воробей, вылетитне поймаешь посл. сăмах çерçи мар, çăвартан тухсан тытаймăн.

смех

м. 1. кулă, кулни, кулăш; неудержимый смех чарăнаймасăр кулни; разразиться смехом ахăлтатса кулса яр; сдержать смех куллуна тытса чар; 2. в знач. сказ. разг. (смешно) кулăш, кулăшла; без смеху ним кулмасăр; не до смеха кулмалли çук, кулма мар; смеху подобно пит кулăшла; смеха ради шӳтлесе; смеху было (будет) питĕ кулмалла пулчĕ (е пулать); поднять на смех кулăш ту, кул (çынран); смех и горе, и смех и грех кулас та, макăрас та килет; курам на смех ытла та кулăш; просто (или прямо) смех, да к только кулă çеç.

смирить

сов. кого-что 1. (сделать покорным) лăплантар, пусар, тытса чар, пăхăнтар, итлеттер; 2. (подавить чувство, желание) пусар, тытса чар.

стопорить

несов. 1. что и без доп. чар, ĕçлеме чар, хытар; стопорить машину машинăна чар; 2. что, перен. разг. (задерживать) чарса тăр (е лар), тытса чар; он стопорит всё дело вăл пĕтĕм ĕçе чарса тăрать.

таращить

несов. что, разг. чарса пăрах, чакăрт, чар; таращить глаза куçсене чарса пăрах.

угомонить

сов. кого-что, разг. лăплантар, пусар, чар; угомонить детей ачасене лăплантар.

удержать

сов. 1. кого-что (не дать упасть) тыт, тытса тăр, тытса чар, чар, ӳкме ан пар; 2. что (сдержать, подавить) чар, тытса чар; удержать дома килте тытса чар; удержать слёзы куççуле чар; 3. что (вычесть) тытса юл, катса юл; удержать налоги налог тытса юл; 4. (сохранить, сберечь) сыхла, сыхласа хăвар (е юл); удержать первенство пĕрремĕш вырăна сыхласа хăвар.

унять

сов. 1. кого чар, лăплантар; унять детей ачасене лăплантар; 2. что (прекратить, остановить) чар, пăрахтар; унять кровотечение юн юхма чар.

успокоить

сов. кого-что 1. (сделать спокойным) лăплантар, пусар, йăпат, канăçла, кантар, кунĕлет, сапăрла; успокоить человека çынна сапăрла; 2. что (умерить, смягчить) тамалтар, лăшлантар, чар, пусарăнтар; успокоить боль ыратнине тамалтар.

утолить

сов. что 1. тăран, пусар, кантар; утолить жажду шыв ĕçсе ăша кантар; 2. перен. (успокоить, ослабить) пусарăнтар, чар, пусар; утолить страдание асапланнине пусăрăнтар.

хватать

несов. 1. кого-что çулса ил, ярса ил, ярса тыт, тыт; хватать коня за гриву ута çилхерен ярса ил; 2. без доп. разг. (клевать о рыбе) турт, хып; 3. кого, разг. (задерживать, ловить) тыт, тытса чар 4. что, разг. (без разбора приобретать) илсе тултар; хватать что попало мĕн лекнĕ çавна ил; 5. см. хватить; хватаь воздух çăвара карса сывла; он звёзд с неба не хватает вăл пултарсах каймасть; хватать за душу чуна пырса тив; хватать на лету хăвăрт ăнлан, час тавçăр; насколько хватает глаз куç çитнĕ таран; этого ещё не хватало çакă çитменччĕ тата.

цыкнуть

сов. и однокр. на кого, разг. чар, кăшкăрса пăрах, хăтăрса тăк.

шикать

несов. разг. 1. на кого (вспугивая) шулат, хӳтер, хăвала; 2. на кого (призывая к тишине) чар, шăпланма хуш; 3. (выражая неодобрение) шавла, шăхăр, кăшкăр (кăмăла кайманнине палăртса).

язык

м. 1. (орган) чĕлхе; пробовать на язык чĕлхе тĕксе пăх; 2. перен. (способность говорить) чĕлхе, калаçу, калаçни; дерзкий на язык чăрсăр чĕлхеллĕ, чăрсăр калаçать; острый на язык çивĕч чĕлхеллĕ; дать волю языку чĕлхене вĕçертсе яр; 3. (мн. языки) чĕлхе; русский язык вырăс чĕлхи; говорить на иностранном языке ют чĕлхепе калаç; 4. (разновидность речи) чĕлхе; литературный язык литература чĕлхи; разговорный язык калаçу чĕлхи; 5. разг. (пленный) чĕлхе; привести языка чĕлхе илсе кил; 6. перен. (что-л., имеющее удлинённую форму) чĕлхе; языки пламени вут чĕлхисем; ◇ суконный язык кăнттам чĕлхе; язык без костей у кого-л. чĕлхен чаракĕ çук; язык на плече у кого-л. хăшкăлса çитнĕ; как только язык повернулся чĕлхи мĕнле çаврăнчĕ-ши (мĕн те пулин калама); язык не повернётся чĕлхе çаврăнмасть (калама); язык прилип к гортани чĕлхе типсе ларчĕ; язык развязался чĕлхе уçăлчĕ; язык хорошо подвешен чĕлхи яка калаçать; язык чешется чĕлхи кĕçтет (калаçас килнипе); держать язык за зубами чĕлхӳне çырт; найти общий язык пĕр чĕлхе туп; придержать язык чĕлхӳне чар; проглотить язык чĕлхӳне çăтса ярăн (тутлă пулнипе); распустить язык нумай калаç, ытлашши калаç; болтать языком сӳпĕлтет, палка; дёрнуло за язык персе яр, кала хур; вертится на языке чĕлхе çинчех (аса илеймен чух); говорить на разных языках пĕрне пĕри ан ăнлан; не сходить с языка см. сходить; быть у всех на языке пур çынна калаçтар; сорвалось с языка тухса (е вĕçерĕнсе) кай (сăмахкалас темен çĕртенех); типун на язык чĕлхи çĕтĕлесчĕ, чĕлхи çине çăпан тухасчĕ; злые языки павра чĕлхесем (çын çинчен).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

блокировать

1. пӳл, хупла, çавăрса ил; войска блокировали город çарсем хулана çавăрса илнĕ 2. чар; блокировать банковские счета банкри счётсемпе усă курма чар

вето

вето, чару; право вето вето прави (сăм., ООН Хăрушсăрлăх Канашĕнче); наложить вето чар, чарса ларт

граница

чикĕ; государственные границы патшалăх чиккисем; открыть границу чикке уç (каçма ирĕк пар); закрыть границу чикке хуп (каçма чар); демаркация границы чикке палăртса тухни

запретить

чар, чарса ларт; запретить партию партие ĕçлеме чар; запрещённая литература вулама чарнă литература

локализовать

пӳлсе ил, хупăрла, сарăлма чар; локализовать военный конфликт вăрçăллă хирĕçеве сарăлма чар; локализовать лесной пожар вăрманти пушара пӳлсе ил

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

чар

[ĉar]
haltigi, reteni; bari; bremsi; malpermesi
çӳреме чар — bari la vojon
вулама чар — malhelpi (malpermesi) legi
ыратнине чаракан эмел — dolortrankviliga kuracilo
хăвна ху чар — reteni sin
чарак — apogilo
subtenilo
чаракла — apogi
чараклан — apogi sin
чараклă (= чаруллă) — retenema, diskreta, sinreganta
malpermesa
чаруллă хутлăх — malpermesiata zono
чарусăр — maldiskreta, impulsema
чарусăрлан — fariĝi maldiskreta
чарусăрлантар — dorloti, provoki ke iu fariĝu maldiskreta
чарусăрлăх — maldiskret(em)o
malprudento

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

untersagen

caras
чар

verbieten

caras
чар

versperren

karsa pülse huras, caras
карса пӳлсе хур, чар

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

курак

«грач»; хура курак «грач»; ула курак «ворона»; кирг., казах. ала карға, туркм. ала гарга и гарга, башк., тат., к. калп., ног., уйг., узб., кумык., караим, карға, тур., азерб. гарға, «ворона»; башк., тат., к. калп., ног. кара карға, узб. кара корға, азерб., туркм. гара гарга, тур. экин каргазы (экин «посевы»), кирг. чар карга, казах. кузгын карга «грач»; тур. аладжа карга «галка». Слово звукоподражательное.

çур

«колоть», «раскалывать», «рассекать», «расщеплять»; 2. «рвать»; МК, уйг., азерб., туркм., тур., ног., тат., башк. яр (йар), кирг., казах., к. калп. жар, узб. ёр, ойр. дьар, хак., тув. чар «колоть», «раскалывать», «рассекать», «расщеплять».

çыр

, çыран «обрыв», «крутой берег», «яр». От çыр (см.). Ср. узб., кирг., казах., к. калп. жар, уйг. яр, тик яр, ног. яр (тик яга), тат., башк. текә яр, хак. чар, якут. сыр «обрыв», «крутой берег» от яр и пр. «колоть», «рассекать»; см. çур.

чĕрĕк

«четверть» (часа): уйг. чарәк, узб. чорак, кирг., тур. чейрек, туркм. чәръек, азерб. чәрәк, тат. чирек, кумык. черек, казах., ширек, к. калп. шерек, ног. шерик, башк. сирек «четверть», «четвертая часть». Из перс. (чаhар йек), в разговорном языке чарйек (чаhар, чар «четыре», йек «один») «одна четвертая часть».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Карта кĕр

Карта кĕр 1. входить / войти в счет зрелых людей; 2. входить [попадать] / войти [попасть] в колею (приходить в обычное состояние).
1. Ăна халĕ ăçтан ăса кĕртетĕн, вăл карта кĕмен япала. 2. Вара, картне кĕрсе çитсен, каллех сĕтел хушшине ларчĕ те чăр-чăр тутарса çырма пуçларĕ. В. Алентей. [Трофим:] Хамран çӳлерех тăракансемпе дипломатиллĕ çыхăну хăй картне кĕрсе ларчĕ, карчăк. И. Максимов-Кошкинский.

Чĕлхене чар

Чĕлхене [чĕлхе-çăвара] чар придерживать / придержать язык, приберегать / приберечь язык.
— Эс чар-ха чĕлхӳне, — пӳлчĕ [хĕре] Римма, — чипер калаç. Л. Агаков.

Чĕлхе-çăвара чар

Чĕлхе-çăвара чар. См. чĕлхене чар

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

иномарка

ç.с., калаç. Ют çĕршывра туса кăларнă çăмăл автомобиль. Ывăлне ют патшалăхра туса кăларнă автомашина туянса панă (студент пуçпа иномаркăпа катаччи чупма кашниех пултараймĕ ку вăхăтра!). К-н, 1999, 3 /, 4 с. Иномаркăсем ун чухне тĕп хулара та сайраччĕ. ÇХ, 1999, 42 /, 8 с. УАЗ тиев автомашини симĕс «иномарка» çумне лачах пырса çапăннă. А-д, 17.12.1999, 1 с. Аран-аран сывлакан предприяти директорĕ те иномаркăпа ярăнса çӳрет. Х-р, 10.10.2000, 4 с. — чаплă иномарка (ÇХ, 1999, 4 /, 2 с.; 49 /, 12 с.); вăрланă иномарка (ÇХ, 2000, 34 /, 4 с.); — иномарка хуçи (ÇХ, 1998, 44 /, 8 с.); иномаркăна чар (ÇХ, 1999, 49 /, 12 с.).

ирĕкле

п.с. Ирĕк пар, ан чар, ан хирĕçле. Саккун ирĕк-лекен майсемпе ĕçлес тесен, ... хамăр хастар пулни кирлĕ. В.Станьял //Х-р, 19.12.1996, 3 с. — Ашмарин, III, 134 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

канчăрла

(хальхилле кансĕрле) чар. Хуртсем пыл пуçтарнă вăхăтра вĕллерен пыл илме ансат пултăр тесессĕн амĕшне çӳре сапма канчăрласран (чарасран) вĕллен тăрне тепĕр хут лартмалла пултăр [Хабачев 1910:36].

хут купăс

кармунь. Хусан уесĕнче хут купăс (кармунь) тăваççĕ, Чикме, Чар хули уяс[ĕнче] кĕсле тăваççĕ [Çулталăк 1908:55].

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Хунчар

яз. и. м. Рекеев (Ашм. Сл. XVI, 165): Хун (< тюрк. хан) + -чар.

Çавăн пекех пăхăр:

чăптаçă чăптан Чăпуккаран чăр « чăр-чар » чăрăк чăрăклат чăрăклаттар чăрăлтат чăрăлти

чăр-чар
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150