Шырав: ула-чăлалат

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

карăклат

каркать (о воронах, грачах)
йăмра çинче ула курак карăклатса ларать — на ветле каркает ворона

кашкăрла

по-волчьи, как волк
кашкăрла ула — выть по-волчьи

кĕсре

кобылий
пĕтĕ кĕсре — жеребая кобыла
çурма тăхăм кĕсре — кобыла полукровка
çӳрен кĕсре — рыжая кобыла
ула кĕсре — пегая кобыла
кĕсре кĕтĕвĕ — маточный косяк
кĕсре сĕчĕ — кобылье молоко
кĕсре хăмларĕ — кобыла ожеребилась

пир

холщевый, холстинный
полотняный
тканевый

йĕтĕн пир — льняное полотно
саккăр пирĕ — холст с основой из восьми пасм
çăлкăш пирĕ — грубый холст
ула пир — пестрядь, пестрядина
чĕрĕ пир — суровое полотно, суровье
шултра пир — мешковина
шуратнă пир — беленый холст
пир алшăлли — холщовое полотенце
пир вырăнĕ — ткацкий станок (кустарный)
пир кĕпе — холстинная рубашка
пир сӳри — сновальня
пир тăрăхĕ — кусок холста (цельный)
пир ураççи — уток
пир хĕççи — бердо
пир хыси — пришва
пир кăнтар — натягивать основу на станок
пир кум — сновать, натягивать нитки на сновальню
пир тĕрт — ткать холст
пир тĕртекен фабрика — ткацкая фабрика
Касман пир тĕрки айĕнче çĕр утмăл мулкач. (Купăста). — загадка В свернутом куске холста сидят сто шестьдесят зайцев. (Капуста).

тĕс

2.
расцветка
ула тĕс — пестрая расцветка

ула

I.

1.
пестрый, пятнистый
пегий
(о животных)
ула ĕне — пегая корова
ула лаша — пегая лошадь

ула

2. разг.
веснушчатый
ула çын — веснушчатый человек

ула


ула кайăк — дятел
ула курак — ворона

улаттар

1.
понуд. от ула

ула-чăлалан

становиться пестрым
вăрман ула-чăлаланчĕ — лес стал пестрым, разноцветным

ула-чăлалантар

то же, что ула-чăлалат

ула-чăлалат

пестрить, делать пестрым

ула-чăпар

диал.
то же, что ула-чăла 1.

çаврăн

4.
обходить, объезжать
пĕтĕм таврана çаврăнтăм — я исходил всю округу
Ула ĕне пĕтĕм хире мĕкĕрсе çаврăнать. (Тĕкĕлтура). — загадка Пегая корова с ревом обходит все поле. (Шмель).

çĕвĕ

1.
шов, стежка, строчка
шултра çĕвĕ — крупная стежка
çĕвĕ сӳтĕлнĕ (кайнă) — шов распустился
çĕвĕрен сӳтĕл — лопнуть по шву
çĕввине яр — распустить шов
çĕвви тăрăх сӳт — пороть по шву
Саплăкĕ пур та çĕвви çук. (Ула ĕне). — загадка Заплатки есть, а швов нет. (Пестрая корова).

кушак

кошка, кот
кошачий
вăрман кушакĕ — дикая кошка
Сиам кушакĕ — сиамская кошка
Çĕпĕр кушакĕ — сибирская кошка
ула кушак — пестрая кошка
кушак ами — кошка
кушак аçи — кот
кушак çури — котенок
кушак тирĕ — кошачий мех
кушак шăтăкĕ — лазейка для кошки (в нижней части амбарной двери)
кушак пек йăпшăн — красться как кошка
Кушак тĕк майлă шăлнине юратать. — посл. Кошке нравится, когда ее гладят по шерстке.
Аллă кушак пĕр пӳртре выртаççĕ. (Шăрпăк). — загадка Пятьдесят кошек в одной избушке. (Спички).

ула-чăла

пестрый
ула-чăла пир — пестрядина, пестрое полотно

ула-чăла

неровно, неравномерно
ула-чăла ана — загон, обработанный с огрехами

саплăк

латка, заплата, заплатка
саплăк сапла, саплăк ларт — 1) поставить заплату, заплатку 2) заделать отверстие (напр. в посуде и т. п.)
Саплăкĕ пур, çĕвви çук. (Ула ĕне). — загадка Заплаток много, да все без швов. (Пестрая корова).

курак


ула курак — ворона
шурă курак — белая ворона
курак сăмси — щипцы (для затягивания проволоки)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

кайăк

птица, дичь, дикое животное
зверь

вĕçен кайăк — летающие птицы
кайăк хур — дикий гусь
кайăк кăвакал — дикая утка
ула кайăк — пестрый дятел
хура кайăк — черный дроздь
Кайăк хур Çулĕ — Млечный Путь
кайăк пуç — клевер
кайăк станĕ — клетка (для птиц)
кайăкçă — охотник
кайăк тытма кай — итти на охоту
кайăка çӳрекен — охотник
кайăк лаша — осел
кушак кайăк — мышь
кайури (кайа ури) — землерой, крот

курак

грач
ула курак — ворона
хура курак — грач

курак çăвар — маленькие щипцы, клещи

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сакăл

(сагы̆л), пежина; пегий, с пежинами (о ногах). Бугульм. † Учĕсем ула, ури сакăл, исправник пӳрчĕ умĕнче. ЧП. Кӳлсен кӳл лашăна лайăхне, кайри урисем сакăлне. Бюрг. † Суйларăм эпĕ ута лайăхне, ялан та кайри урисем сакăлне. Альш. † Лашана кӳлсессĕн, кӳл лайăхне, ялан тăват ури сакăлне. Ib. Сакăл ураллă, шурă ураллă. Ст. Чек. † Хусан хура лашин ури сакăл: купци çавăнмасăр — мĕн тутăр. Ашшĕ-амăш пуян, хĕрĕ сарă: савни савăнмасăр — мĕн тутăр. Пазух. Сакăр юпах тьыха эп ӳстертĕм, сакăрăш те сакăл ураллă. Алших. † Сарă лаша — сакăл ура, ака-туйне пымарĕ; хам савнине илес теттĕм, ахăр турă çырмарĕ. Изамб. Т. Сакăл уралă лаша, лошадь, у которой на ногах пежины. СПВВ. ФВ. Сакăл; сакăл ураллă лаша; выльăх ури пакăлчакĕнче кĕшт шурă тĕк пулсан, сакăл ураллă теççĕ. Тюрл. Сакăл ораллă (задняя пятка белая) лашине кӳлнĕ.

саплăк

заплатка. Чăв. й. пур. 5. Кĕрĕкĕ пулсан та, сăкманĕ пулсан та, кĕпи пулсан та — пурийĕн те саплăк çине саплăк çӳрет. Изамб. Т. Йинке, саплăк сапла пĕлетне? Трхбл. Саплăкĕ пур, çĕвви çук. (Ула ĕне). ТММ. Пĕр кĕпенĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). Б. 13. Мĕскĕн саплăк çине саплăк лартать. Пшкрт. Саплăк ларт, сделать деревянную заделку в отверстие доски.

сысна

свинья. ЧП. Сысна тесен, шăрчĕ çук, этем тесен, сăнĕ çук. Ходар. Сыснаран усалсем, киремет таврашĕсем пит хăрат, теççĕ. Ib. Вăлсем ак ĕненеççĕ тата: киремете чĕрĕллех хура сысна çури кайса çаксан, киремет çав вырăнтан тарат, теççĕ. N. Пуян, ула сыснине пӳрт шулап(ĕ) çинче чиксе, хăçан тĕнĕ витĕр пăхса çийĕ, çавăн чухне унăн хĕрĕ сывалтăр. (Слова, произнесенные на дереве киремети одной из колдуний, испортивших дочь богача. Заклинание). Букв. Сысна хырăмне ыраш пăсмасть. Чăвашсем 10. Пурăнан ĕмĕрте сыснана та йысна тесе калан. (Стар. поговорка). Хурамал. Сысна пек пĕкĕрĕлсе çӳрет. ФТТ. Çуркунне сысна çурисем кăçкăрсан, часах сивĕ пулать. Юрк. Сыснапа чăвашсем турра кĕлтуман. Вĕсем ăна юратман. Çав пиркепе чăвашсем сыснасене усраман, вĕсенĕн ашне те çимен. Сысна темĕн-те-пĕр çиет, таса выльăх мар, тенĕ. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре сысна курсассăн, начелник килессе пулат, тет. (Стар. поговорка). || Особый способ забирать чело здания бревнами. Чертаг. Сыснапа тăрланă, забрали фронтон избы бревнами. Ib. Сыснапа хăпартнă, забрали бревнами. Орау. Сысна — бревна, коими забран фронтон клети. ЩС. Сысна — доски (бревна), которыми забрана стенка с волоковым окошком. Якейк. Сысна вăл кĕлет хĕрĕнче полать, он çине кĕлет пăрăс хораççĕ. Изамб. Т. Кивĕрех пӳртсен хайчă вырăнне çурмаран çурнă сысна пулат. Ib. Пурана улăхтарса пĕтерсен, икĕ пуçне пĕрер сысна хураççĕ те, ун çине хайчă тăхăнтараççĕ. || Кусок твердого дерева или железа, на котором лежит ось вала у водяной мельницы. (Названия остальных частей механизма те же, что и у ручной и ветряной мельницы). Шевле. См. арман. || Боров, дымволок (лежачая дымовая труба на подволоке). Трхбл. Кăмака мăрйине мачча çинчен пӳрт тăррине тӳрех кăларма юраласан, ăна пĕр аяккинерех сысна туса пăрса яраççĕ. Вара çав вырăнтан тин çӳлелле яраççĕ.

сик

скакливый. N. Ереветлĕ-теветлĕ, сик-сик кутлă, пурçăн йĕмлĕ. (Ула-кайăк). Т. II. Загадки. Сик-сик кутлă, кăс çĕлĕклĕ, пурçын йĕмлĕ. (Кăся). СТИК. Сик-сик тăллăм, сик тăллăм, çак арăма çит тăллăм. (Сик-сик здесь является прилагательным, а не глаголом в повел. наклонении. Точно также прилагательные или причастия: чут-чут, юх-юх, тăр-тăр тăри, шав-шав çумăр, но только „шав-шав çумăр“ понятно и так, потому что не смешивается с глаголом). Сред. Юм. Сик-сик тыллăм, сик тыллăм, ачуна çиес-и, хуна çиес-и?

сăвă

(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

сăмса

(сы̆мза), нос. ТММ. Название носа и его частей: 1) самса, нос; 2) сăмса шăтăкĕ, ноздря; З) сăмса кимĕрчекĕ,— кăмăрчакĕ, — кимĕреки, перегородка носа; 4) сăмса çуначĕ, края носа около ноздрей; 5) сăмса лупашки, желобок под перегородкой между ноздрями; б) сăмса кучĕ, место около ноздрей, внизу; 7) сăмса кучĕ, переносье (Чебокс. р.); 8) сăмса тĕпĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 9) сăмса кăкĕ, переносье (Ибрес. р.); 10) сăмса тӳрчĕ, хребет носа, спинка; 11) сăмса каçанĕ, хребет (М.-Яльчик. р.); 12) сăмса тăрши, хребет носа (Ибрес. р.); 13) сăмса вĕçĕ — кончик носа; 14) сăмса çийĕ,— тӳрчĕкĕ, спинка хребта, 15) сăмса лапчăкĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 16) сăмса карчĕ (Алик. р.). ЧС. Чăвашсем: сывмар çынăн сăмси сулахай енелле пăрăнсан, çын вилет, теççĕ; сылтăм енелле пăрăнсассăн, сывалать, теççĕ. Б. 13. Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать. Трхбл. Виçĕ юпапа аслăк тăрать. (Сăмса). Пазух. Çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Выçăхакансем 26. Сăмсана çурать. К.-Кушки. Сăмса йӳçсе тăрат. (У меня) насморк. Шибач. Сăмса питĕрĕнсе ларчĕ (при насморке). Хурамал. Лаша йĕпене сăмсипе туртать, теççĕ. Собр. Сăмса питĕрнсессĕн, тăман пулат, теççĕ. Орау, Туппăрн-и? — Тумпан. — Сăмсу айне пулчĕ пуль (наверное, тут же под носом лежит, а ты не замечаешь). Городище. „Сăмси туртмасть. Не ходит к кому-либо после нанесешшх неприятностей“. N. Сăмса питĕрĕнсен (если заложит нос), çумăр çăват, теççĕ. Коракыш. † Ула лаша утлантăм, улăх тăрăх чуптартăм, çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Ib. Хайхи усал тухрĕ те калать: эсĕ паянах тамăка кайрăн, тет. Сред. Юм. Сăмсана йытта касса парам (говорят, когда в чем-нибудь уверены). Ib. Сăмсапа ӳсрет, чихает. Ib. Сăмсапа тортакан тапак, нюхательный табак. N. Хресченĕн хăлхи илтмен. Калаçма вăл хулăн сасăпа, сăмсапарах калаçнă. О сохр. здор. Тата вăл ӳслĕке те ерет (малтан сăмсаран ӳсĕрет). Скотолеч. 34. Вара сурах сунаспа аптăраса тек сăмсаран ӳсĕрет. СТИК. Пĕчĕкçĕ ачана пĕр-пĕр япала парса илмесен, ăна кирлĕ мар, тутлă мар, çиместĕп, тесе, илмесен, ăна: сăмсу айĕнчи тутлă, тесе калаççĕ. Орау. Япалана куç умăнче выртнă çĕртех, хăш чухне, асăрхаймасăр шыраса çӳреççĕ. Çавăн пек чухне тепри: ак кунта вĕт (япалу), сăмса айне пулнă, тиççĕ. СПВВ. Сăмса ăшши туса лартрăм (избушку). Тим.-к. -† Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу юхать. Çиес килет — пĕçерет, пĕçернине мĕн пĕлен, сăмсу таран пусса çырт. КС. Сăмсаран шаклатас (слабее, чем шаклатас = шаклаттарас). Юрк. Самсана шăшлакан тапак пуракĕ хуппи çумне çыпçăнсан, йĕпе пулат. Изамб. Т. Пирĕн хамăр хушшăмăрта та тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитеççĕ. Собр. Хывнă кун килти çын сăмсан (= сăмсапа) ĕсĕрсен, тепĕр çав вăхăтчен вилет, теççĕ. Ст. Чек. Сăмсана пăрат, çиленсен çын сăмсине пăрат; кăмăлне кайманнине илтсен, çын сăмсана пăрат. Ib. Сăмсине картса ярас. Надо ему зарубку зарубить, чтобы не забыл (о беспамятных и пр.). Альш. Сăмсана кӳ! пырса çапăнат. Отрыгается в носу. N. Сăмсана тавăрчĕ, сделал ядовитое и прямое замечание по чьему-либо адресу. N. Самсаран тĕрт, почти то же, что сăмсана тавăр. Кильд. Эпĕ уна çыпăçас мар та, манăн сăмсама йытă çитĕр. Н. Седяк. Сăмса кĕçĕтсен, çын вилнĕ. (Примета). Сятра. Сăмса тортса çурат (= çывăрать), храпит. Ib. Амĕш ачине мĕн те пуса парат пулсан, ача: ку пĕчиккĕ, аван мар, тесен: сăмсу айĕнчи пысăк, тутлă, тет. ГТТ. Сăмсана тăсса çӳрет. || Сопли. N. † Çакă ялăн хĕрĕсен сăмси (сопли) юхать, курмастри? Пшкрт. Сăмсине йоктарса çӳрет (сопливый). Ib. Сăмсапа лапăртаса лартнă (соплями). Шибач. Сăмса тохать (сопли). N. Чăн асли яланах сăмса айне тирпейсĕр тытат, тет, пĕрмай сăмсине юхтарса çӳрет, тет. Якейк. Ачайăн сăмси тохнă, шăлса ил-хе. Шурăм-п. Ан макăрса тăр кунта, юха-сăмса. N. Пĕчĕк ачасем сăмсисене (или: сăмсине, или: сăмса) шăла пĕлмеççĕ. || Клюв. Дик. леб. 39. Елиса пиччĕшĕсем хĕвел тухнă чух, акăш пулса, хăйсен юратнă йăмăкне вырттарнă куçлă-куçлă хутаçа сăмсисемпе хĕстерсе тытнă та, çӳлелле, пĕлĕт патне çитех явăнса вĕçсе улăхнă. || Мясистый отросток на клюве индюка. Сред. Юм. Кăркка сăмсине тăсса антарчĕ. || Носовая часть судна. Сунт. Прахут, сăмсине майĕпе тăвалла çавăрса, пристăнь çумне пырса лартĕ. || Краюха (хлеба). БАБ. Сĕтел çинче выртакан çăккăра илчĕ те, варринчен пĕр сăмса касса илсе, сĕтел çине хучĕ. Якейк. Сăмси, краюшка. Собр. Çын аллинчи кукăль сăмси пысăк курнат, теççĕ. || Особые зарубки на жертвенной лепешке. Менча Ч. Çимĕçсене кăмакана хывиччен, пĕр хăпартуин аяккине алăпа виçĕ мăклĕ тăваççĕ те, ăна сăмса теççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу хĕрне пĕр енчен пурнепе пиллĕк чĕпĕтсе картлатьчĕç, ăна „сăмси“ тетчĕç. С. Тим. Пилĕк сăмсалă, варринче хĕреслĕ пашалу (употребляется при жертве хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. __сăмсак_.

сăнчăр

(сы̆нζ’ы̆р, сы̆нџ̌ы̆р), цепь. N. Лашасем те сăнчăрта тăраççĕ, тет. И лошади там на цепях привязаны. ЙФН. † Ула йăтă сăнчăрта, вĕрет кĕлет айĕнче. Ст. Шаймурз. † Çӳлĕ тусем çинче çулĕ кĕлет, сăнчăр ярса сăнчăр çитес çук. N. † Çӳлĕ тусем çинче çулĕ кĕлет, сăнчăр ярса сăнчăр çитмерĕ. Микушк. Унта сăнчăрпа тăракан упа пулнă. N. Йытă сăнчăрта тăрат. Изамб. Т. Эпир ăна сăнчăрпа тытаттăмăр (собаку держали на цепи). || Кандалы. N. Сăнчăрта асапланса лар.

Сĕнче

(џ̌э-), назв. речки, Сульча. Шел. 79. Çирĕм чалăш хушшине юхать Сĕнче пĕтрĕнсе. СЧЧ. Вăл Сĕнче хамăрăн çырма ячĕ. Собр. † Кăвакалĕ хăла, мăйĕ ула, хăш Сĕнче кукринче çӳрет-ши? АПП. Сĕнче хĕрри çĕмĕртлĕх, çĕмĕрт чечекĕ тăкăннă шыв çине. Т. IV. Аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ. См. кĕлĕ.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

Çарăм

назв. реки. Собр. Кăвакалĕ ула, мăйĕ хăла, каçаймаст çарăм шыв урлă. Буин. † Çарăм çинче сар чечек, епле кĕрсе татам-ши? См. çарăмсан, çарăмсам.

Çарăмсен

то же, что Çарăмсем. Карм. Çарăмсенĕн (река) кукри çичĕ кукăр, çиччĕ çаврăнасси час пулмĕ. АПП. Кăвакалĕ ула, мăйĕ хăла, Çарăмсенĕн савнă кайăкĕ. Сунч. † Кĕçĕн Çарăмсен (шыв кукри) леш енче йĕпкĕн хура учĕ кĕçенет.

çатан

(с'адан) плетень. Альш. Ула кушак, сăр кушак çатан айне йĕр хывнă. СПВВ. НН. Çатан урлă кайнă тесе вилнĕ çынна калаççĕ. Пĕр-пĕр ватă çынна: унăн çатан урлă каяс вăхăт çитнĕ, теççĕ; вăл — вилес вăхăт çитнĕ тени пулать. М. Тув. † Çатан кашти — улт кашта, авăнассăн туйăнать. N. Çатан шăтăкĕ пĕрене шăтăкĕнчен (çатан çурăкĕ пĕрене çурăкĕнчен) кулат, тет. Б. 13. Чупрăм, чупрăм, çитеймерĕм, хăва çатан урлă каçаймарăм. || Частокол. Пшкрт. Çатан, то же, что у др. чуваш назыв. шалча карта. СПВВ. ВА. Çатан — шăтăрнак, частокол. || Плетенка (для езды). Завражн. Çатан, çӳремелли çатан. || Корзинка. N. Ытла вĕттинчен çатан кунтăсем тăватпăр. Аттик. Тата çăмарта пухма çатан парса ярать. См. чатан, читан.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çинот

сенат. Буян. Çав ула урхамах çинче ылттăнлă-кĕмĕллĕ йĕнер пур; çав ылттăнлă-кĕчĕллĕ йĕнер çинче патшапа çинот лараççĕ.

çу

масло, жир. Календ. 1903. Çу уçлама хура алăпах (с грязными руками) пикенеççĕ. В. Олг. Орен (орэн) уçласан, çу ӳкет (сбивается масло). N. Ăна кашни кунах вулатăп та, чун пĕтĕмпех савăнса каять, пĕтĕм ăшчик çу пик ирĕлсе каят. N. Пĕре сехрине хăпартрĕç те (пугнули), пирĕн улпут кайран çу пек пулчĕ (стал как масляный, т. е. ласковый, мягкий). Бел. Гора. † Çу пек çемçе аллăмпа тытса пăхайăттăм (девушек). Сред. Юм. Пирĕн ĕç халь çу çинчи пик пырать. Наше дело на мази („как по-маслу“). Ib. Тунă ĕç çу пик. Кильд. Чĕлхи-çăварĕ — çу тути. Ее речи приятны как масло. Чураль-к. † Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тохать. Собр. Нумай калаçса çу тухмаст, теççĕ. В многословии пользы нет. (Послов.) Юрк. Нуммай калаçсан та, çу тухмас-тăр çав. Собр. Хĕре чи первей венчет туса кил-хушши алăкĕ патне çитсессĕн чăкăтпа çу çитерсессĕн, хĕрĕ çу пек пулат, теççĕ. С. Алг. † Сĕтел лартса çу хуракан, ут куçĕ-тĕр (надо: вут-пуççи-тĕр) унăн чĕрисем. Пазух. Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Янорс. Ураписене çу сĕрсе (подмазав) хатĕрлесе лартрĕ. Альш. † Эпир усала кайсассăн, тăшман çĕççи çу çинче (т. е. враги будут очень рады). || Сало, жир N. Çу нумай хывнă чĕрисене. Бюрганский. Манăн чĕре эсĕ çу хывнă пекех пулчĕ. Ты влил отраду в мое сердце. Юрк. Ăшăмра пĕр пĕрчĕ çу юлмарĕ-тĕр. Я совсем истосковался, высох от горя. ЧП. Çак тăвансем аса килсессĕн, ирĕлмĕ-шин чĕренĕн çăвĕсем (не растает ли жир сердца, т. е. не буду ли я томиться тоской). Альш. † Йĕрсе, хуйхăрса ан тăрăр, хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ. Собр. † Ушкăн пыран кайăк-хур, çуначисем вĕçĕнчен çу юхат. N. Пирĕн чĕре çумĕнче пĕр чĕрĕк те çу çук-тăр. || Скоромное. В. Олг. Эс паян çу çиетĕн-и? Ешь ли ты сегодня скоромное. (То же у КС). Тораево. Çула çупа пурăнать, хĕлле типĕ. (Какая-то загадка).

çол тыт

путеводить, показывать дорогу. Якейк. Çол тытасси йăвăр поль. Ерк. 69. Ула лаша çул тытать, хушка лаша çул пăрать; хура утсем юрталлă, пирĕн юрă ытарлă. Хурамал. Çул тытакан лаша çултан пăрăнмасть.

çула

(с’ула), маслить, мазать маслом. См. çу. || Дать взятку, умаслить. Юрк. Кама та пулсан çулама кирлĕ пулĕ... ахаль вĕсем мана илмĕçĕ. || Лизать. N. Çоласа илнĕ, слизнул. Орау. Ухмах, чĕлхепе пуртта çуларăм та, чĕлхе пуртă çумне çыпçăнчĕ-ларчĕ (шăнчĕ-ларчĕ, в мороз). Ib. Санăн кун пек апат-çимĕç пулсассăн, туту-çăварна çула-çулах çиеттĕнччĕ халь! N. Вутă сыпписене, чулĕсене, тăприне, шăтăкĕнчи шывне йăлтах çуланă пек туса хунă. Кан. Çуллă нимĕр çинĕ пек тутине çуласа илет. Ск. и пред. чув. 65. Ларчĕ те, Петĕр юнне çуласа, кăшкăрчĕ пĕтĕм халăх илтмелле. Рак. Çуламан пăру! (Так обзывают неотесанного пентюха). N. Ачисем алăк урлă каçаймаççĕ, çуламан ĕне пăрушĕсем.

çур

(с’ур), разрывать надвое, разорвать. N. Вилнĕ çыннăн кĕпине хывса илмеççĕ, çурса кăлараççĕ. Чăвашсем 26. Унтан вара çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. N. Эпĕ кĕпене туратран (за сук) çаклатса çуртăм. || Распороть. N. Пулла çур. Бес. чув. 11. Пĕр йывăр çыннăн хырăмне хĕçпе çурса янă. || Разбивать (голову). Абаш. Конта ӳксе, поçна çорăн! (напр., на льду). Б. Яуши. Ача хăвăртрах пуçне тата икке çурса пăрахрĕ, тет те, хуçана тăратма карĕ, тет. || Колоть, раскалывать, пилить, рвать вдодь. Тăв. 14. Унтан лăпсăркка сар чечеклĕ аккас, чаршав пек яр уçăлса, çинçе пилĕклĕ пуп хĕрне çурса кăларчĕ (вдоль). Ib. ЬI. Анаткас пуянлăх пит аван курăнать. Пурин те çурса тунă ампарай, пахчинче хăмла, пыл-хурчĕ. Кратк. расск. 9. Тепĕр кунне ирхине ирех тăнă та, вутă çурнă. Çутт. 42. Атте авăн кăмакине çурман юман вутти пăрахрĕ. || Окучивать. Альш. Унтан ăна (картофель) çумлаççĕ, çум вăхăтĕнче суха-пуçпе çураççĕ. Ямаш. Пирн паян омма çормала та-ха (соха пуçпе копаламалла). || Размывать. N. Шыв çурса каят. Баран. 243. Океансем çĕрелле çурса тăракан пайĕсене тинĕссем теççĕ. Трхбл. Ăна пытарнă тĕле шыв çурса кайнă (водою размыло его могилу). N. Вăл (он) лачака çине те кĕнĕ, шыв çурнă лакăмсене те кĕрсе тухнă. || Обдирать (зерно). N. Кĕрпе арманĕ умĕнче виç путалкка тулă çуртăм. Толст. Кĕрпе çуракан арман (круподёрка). Эпир çур. çĕршыв 23. Тата уйрăм кĕрпе çурмалли арман пур, çу çаптармалли машшин пур. || Перерезать. Эпир çур. çĕршыв 23. Сылтăм енчен улăхалла çак хире виçĕ тип çырма çурса тухаççĕ (перерезают три оврага). || Зарезать. К.-Кушки. Пирĕн сурăхсене кашкăр çурнă. Наших овец зарезал волк. Юрк. Лашине кашкăр çурса тухат. || Пробивать. Кĕвĕсем. Чăршă кĕлет алăкне витĕр çурса кĕрĕпĕр, вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || Разрушать. Вĕлле хурчĕ 27. Карас çине хăпарса пĕтĕм караса çурса (çул туса) шăтарса ерешмен картипе карса пĕтереççĕ. N. Питĕ хытă юрлаççĕ, пӳрте çурса прахас пек (того и гляди изба рухнет) — ним те пĕлмеççĕ. Альш. † Ула пилĕк качака, капан çуран йăли пур. || Бить кнутом. Хĕрлĕ урал № 10, 1921. Çынсене пушăсемпе çурса пĕр йывăçшăн тăватă пин тенкĕ илет. Ала 95. Эсир вăл ачанăнне кĕпине-йĕмне мĕншĕн хывса илнине пит лайăх пĕлетĕп, эсир ăна пыйти-шăркине пăхас тесе мар, унăнне тирне çапа-çапа çурас тесе, хывса илнĕ, тенĕ. || Распускать (почки, листья, цветы). Пазух. Хурлăхан çеçке (цвет) çурсассăн, килет çыран илемĕ. Самар. Тин çурнă çырласем. Ау 355°. † Шур Атăлăн шурă хăви çĕнĕрен çулçă çура-çке. || Разрезать (воду). N. Пулă Çавала хирĕç (против течения р. Цивиля), шыва çурса, çухăрса кайрĕ, тет. Баран. 81. Лере тата ураписемпе тинĕсе çурса пăрахут ишсе пырать. Сред. Юм. Кăçалхи тырра çĕлен те çôрса тохас çок. Нынче очень густой хлеб, так что змея не проползет. || Бить, ударить в нос (о запахе). ЧС. Ĕнĕк шăрши (запах гари) сăмсана çурать. КС. Ача сыснă-им? Пăх шăрши çурать! Орау. Такăш сысрĕ ĕнтĕ (ventris flatum emisit), шăршă çурать. || Оглашать, греметь (о звуке). Кĕвĕсем. Пахчан пĕр хĕрĕнче юрласан, сасси илтĕнет тепĕр хĕрне; пахча вăта çĕрринче юрласан, сасси çурать пахчана. Альш. Хĕрсем каччăсем янратса çурса юрласа кĕвĕ калаççĕ ялта. Ib. Хĕлĕ-çăвĕ урама тухса уншăн-куншăн пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, урама янратса çурса. Ib. Шăри-шари кашкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ст. Яха-к. Шăнкрав сасси ял çурат (гремит по деревне. Çăварни). Полтава З8. Аçа-çиçĕм сасартăк пĕлĕте çурса янтратсан, шартах сиксе çын чĕтрет. N. Вăл аллипе пĕр сулать, ĕçекене шав ырлать: ĕçет, çиет туй çынни, тĕнче çурать юрлани! Сунт. Пĕр минутран Пруккан çамрăк вăйлă сасси вăрмана çурчĕ. Çутт. 112. Пĕтĕм яла иккĕшĕ çураççĕ. || В перен. смысле. Бур. † Тантăшран лайăх пулас мар, тантăш чĕрине çурас мар. || В чувашизмах. N. Чуна сурчĕ çут тĕнче: аптăрамăп халь ĕнтĕ — тăр кăнтăрла тĕлĕнче хавас улăх варринче. Сред. Юм. Пуç-куç çурса çурет. „Ходит (или работаеть) главным, без боязни“. Ск. и пред. чув 89. Пĕтĕм ăшне-чиккине çурать хăватлă яшки (т. е. яд своим действием выворачивает желудок).

çӳрет

понуд. ф. от гл. çӳре. Альш. † Ман пуçăмри шур çĕлĕке пăтаран пăтана çӳретрĕç; эп каясси таçтан паллă — килĕрен килле çӳретрĕç. || Носить, таскать (напр. в кармане). Микушк. † Хранцуски тутăр, виç пан улми, эрне çурă çӳретрĕм кăсяра. Баран. † Тинĕс çинче пулсан та, типĕ çĕрте те, вăрçăра та, килте те Тарас чĕлĕмне хăварман, çумĕнчех çӳретнĕ. || Возить. Баран. 159. Хура тинĕспе Азов тинĕсĕ тăрăх тавар çӳретсе, Россия ют патшалăхсемпе суту-илӳ тăвать. || Обьезжать, обьездить, выездить, приучать к езде (лошадь). N. Çӳретмен лаша пуçсăр пулать. Яндобы. Патша калать: халь çĕн лаша пур, тавай çӳретме каяс, тет. К.-Кушки. Кӳршĕри Ивансем тьыхине çӳретме тухнă. || Называть. Юрк. Чăваш ячĕпе çӳрете пуçланă. Начали называть чувашами. || Случать. К.-Кушки. Ку вăхăтра вĕсем çӳретеççĕ. В это время у них бывает случка. Ib. Хура ăйра хăй тĕслĕ кĕсрепех çӳретеççĕ. Карего жеребца случат с такой же кобылой. Ib. Кĕсрине ула ăйрăпа çӳретнĕ. Кобылу случили с пегим жеребцом. Ib. Вĕсен паян кĕсрине çӳретнĕ. Сегодня у них случали кобылу. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Тăхăнма юраман çĕтĕк тумтирсене, тăла-çăпатасене, атăсене пӳртре вырттарса çӳретес пулмасть. Чуратн. Ц. Кăна тырă çитерсе çӳретеччен, яла хуса кĕрем. Кан. Эсĕр мана ма Чуптарса çӳрететтĕр (= çӳрететĕр). Вы что это обманываете меня и заставляете ходить попусту.

çĕмĕр

(с’ӧ̆мӧ̆р, с’э̆мэ̆р), разбить. Кан. Кайса çапса çĕмĕр çав çынăн (= çыннăн) чӳрече-кантăксене (у др. чӳречисене). Изамб. Т. Акă çăмартине çĕмĕр (т. е. скушай яичко; гов. угощающий). N. Шăлсăр карчăк шăмă кышлать. (Тылă, кантăр çĕмĕрекенни). Синерь. Кашкăр сиккер-сиккĕр, тет, ниепле те кăлараймасăр, хӳринех çĕмĕрсе, каялла пăхмасăр тарчĕ, тет. || Разрушать, ломать, раззорять. Перев. Ула-курак йăвисене çĕмĕрме карăмăр. || Обкрадывать, Синьял. Çаксен пĕр пахча пур, тет, çаксен пахчине çĕрле çĕмĕрсе каять (кто-то приходит ночью и абкрадывает), тет. Чист. Качакасем купăстасене çĕмĕрсе пĕтернĕ (потравили). N. Çар витĕр çĕмĕрсе, çав слон патне чупса пынă. || Громить, грабить. Б. Олг. Вот вара çĕмĕрме поçларĕç вăлсане, пит çĕмĕрчĕç он чохне вăлсане, пит пусăк соран (убыток) полчĕ çынсане. М. Сунч. Çак мур пирĕн таврари ялсенче пит çĕмĕрсе çӳретчĕ. Орау. Хурт çĕмĕрнĕшĕн пит пысăк çылăх пулать, тит; вăл çылăх çынна вĕлерннпе пĕрех, тит. || Указывает на силу движения. Баран. 56. Çитес çуркунне çĕнĕрен килĕр, чипертерех çĕмĕрсе çӳрĕр! тенĕ (Т. Бульба). Эльбарус. Ал-арманьпех çĕмĕрсе çитнĕ во. Хурамал. Çапла калаçнă вăхăтра упа çĕмĕрсе кĕнĕ (вломился к ним). Цив. Лаши пĕтĕм халăх ăшĕнчен çĕмерсе патша хĕрĕ умне сиксе ӳкрĕ, тет. Çутт. 81. Çуни çине ларать те, сарт айнелле çĕмĕрет (летит под гору). Юрк. Пилĕкĕсене тытса çĕмĕрсе (во всю) ташла пуçлаççĕ. Эльбарус. Тата ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. Баран. 174. Халăх çĕмĕрсе кăшкăрнă (очень громко). Ib. 54. Вара Тарас поляксем витĕрех тухма шухăш тытнă. Витĕр çĕмĕрсе тухса пынă. || Промыть. Кан. Пĕвене иртнĕ çуркунне шыв çĕмĕрсе кайнăччĕ. || Изувечить. Чăв. й. пур. 19. Ялти çынсене те пурне те хĕнеспе, çĕмĕреспе хăратса пурăннă (держал в страхе). || Пороть, бить. Турх. Ача-пчана ăна çĕмĕр, тетчĕç. || Разорвать. N. Пĕр кашкăр сиксе тухрĕ, тет те, лашине (его) çĕмĕрсе тăкрĕ, тет. || Поднимать гам, горланить. Альш. † Савни анать шывалла, сассипелен çĕмĕрсе. Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе, çăвар карса антăхать (горланит на всю деревню). КС. Çĕмĕрсех калаçать (громко или грозно). Юрк. Автан каçхĕне пит çĕмĕрсе авăтсан, çумăр пулат. ТХКА 103. Сĕм вăрмана упа-кашкăр, сасси çĕмĕрет. || Грохотать (о пушках). Полтава. Сăртсем тăрăх тупăсем хыт янтраса çĕмреççĕ („по холмам грохочут пушки“). || Бушевать. N. Пĕр маях çил тăвăл çĕмĕрсе тачĕ. || Употр. в чувашизмах. Сред. Юм. Паян ĕçлесе çĕмĕртĕм (сегодня много работал). Ib. Эс авăн çапса çĕмĕрен ĕнтĕ, тепле тырри çитĕ сана çапма! (Гов., с иронией, человеку, который не может хорошо молотить). N. Тем чул пуçа çĕмĕрсен те (ломать голову), аса илимарăм (илеймарăм). N. Ăша çĕмĕр, огорчать. Ачач. Тем шутсăр пысăк ĕç çинчен хытă шухăшласа пуçне хытă çĕмĕрсе утакан)... Йӳç. такăнт. 52. Çĕмĕрме тапратрĕ. || Ругать, пробирать. ТХКА 85. Выльăха курайман çынна эпĕ хытă çĕмĕреп.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), сто. N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытĕ. (Алăк хăлăпĕ). N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытать. (Алăк хăлăпĕ). N. Çĕр тенкĕ, сто рублей. N. Çĕр те виççĕ. N. Çĕр те пилĕк, çĕр те пĕре. Календ. 1904. Пĕр çĕр пуç хурт пур. Есть с сотню ульев пчел. Истор. Вĕсем çав ĕçе çĕр пӳлĕме (главана) уйăрса çырнă. N. Çĕр çул, столетие. Сунч. Ула тына: мĕн хак, тет? — çĕр çирĕм пус, теççĕ (т. е. 34 коп. серебром; так и у КС). Чура-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). Юрк. Çĕр те вуниккĕ, икçĕр вуниккĕ. Шурăм-п. Çинчен тата çĕр çирĕм икĕ пус (35 коп. серебром) укçа парса ярăпăр. N. Çĕр пин, сто тысяч. N. Çĕр те пиллĕк, сто пять. N. Сакăрçĕр çичĕ çул, 807 лет. Тăхăрçĕр вăтăр çул, 930 лет. N. Сакăрçĕр çул. 800 лет. N. Пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 595 лет. N. Тăхăрçĕр вуникĕ çул, 912 лет. N. Сакăрçĕр вунпилĕк çул, 815 лет. N. Тăхăрçĕр, вунă çул, 910 лет. N. Сакăрçĕр вăтăр çул, 830 лет. Сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 895 лет. N. Тăхăрçĕр утмăл икĕ çул, 962 г. N. Çĕр утмăл икĕ çул, 162 г. N. Виççĕр çул, З00 л. N. Виççĕр утмăл пилĕк çул, З65 лет. N. Çĕр сакăрвунă çичĕ çул, 187 лет. N. Çĕр ик çулхи. || При обозначении возраста, как и при др. числ., год можат быть опущено. Альш. Манăн çĕртен те иртнĕ (старше ста лет) асатте пур. М. Васильев № З, З2. Çĕрте икке çитнине. Якейк. Эс минчере? — Çĕр те пĕрере. Сколько тебе лет? — Сто один год. || Сотня (в смысле админ. разделения). См. Разг. С. Мих. 16.

тавра

крюк (кружной путь, обход). КС. Хулапа (городом) кайсан тавра пулать. || Кружным путем, в обход. Тогач. Тӳрĕ ан кай, тавра кай (кружным путем). Байгул. Тӳрĕ çулпа ан кай, тавра кай, тесе ярать, тет. N. Тавра каян (кружным путем) çу хыпнă, пӳкле каян пăх хыпнă. || Вокруг (послелог). Бес. чув. 14. Çав кӳлĕ тавра эпĕ йывăç лартас тетĕп. Баран. 128. Вăл (ула-катка) нихăçан та тӳрĕ улăхмасть, йывăç тавра çаврăнса улăхать. Кан. Тавралла çирĕп карта тытса лартнă. Орау. Тăрăх виçсен — виç çухрăм, тавра виçсен — çич çухрăм. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Шор-к. Анатра хорал пӳрч пор, çав хорал пӳрчĕ тавра виçĕ хут çавăрăнтăм (три раза обошел). Баран. 134. Пирĕн тавра мĕн тăрать. || Круглый. Трхбл. † Икĕ черкке пек куçăма шăла-шăла, икĕ тавра тутăр пĕтертĕм. || Окрестная местность, окружающее место. N. Çав таврара. БАБ. Киремет ячĕпе пăсни пит хăватлă. Ăна тӳрлетме пултаракан та сахал, ку таврара пĕрре эпĕ, тепре Нурăсра Тăм пуртă Микули пур, терĕ. N. Вăл таврара лайăх пурнакан пит сахал пулнă. N. Пирĕн таврара (у нас) йывăр чирлĕ çын патне кӳрши-аршисем, хурăнташĕсем пыра-пыра лараççĕ. Дик. леб. 52. Вăл калаçнă вăхăтра пĕтĕм таврана (вокруг) тутлă шăршă сарăлнă. Турх. Вĕçен-кайăк çуначĕ вăртлатнă чух, унăн сасси таврана (кругом) янăрать. N. Пĕтĕм тавраран халăх пухăнать? || Окрестный. Янтик. † Çак Тимешĕн (янтиковских) ваттисене тавра ялсем мухтаççĕ. Ib. † Тимеш хĕрне çитесси тавра ялта халь те çук (т. е. в окрестностях нет девушки, которая сравнялась бы с янтиковскими). Юрк. Çакă лайăх хăнасене тавра ялтан пухрăмăр. || Период времени. N. Кăрлачă уйăхĕ 18 декабĕрте тăвать тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. (Уфим?).

так

подр. стуку, напр. в дверь. КАХ. Так, так! тутарнă сасă илтĕнет-çке; ку чăнах есрел алăка таккамаçть-и-ха? Яргуньк. Ула-кайăк алăка так-так таккарĕ, тет. || Подр. толчку. СТИК. Чăхă тавраш ытлаван (= ытла аван) пынă çĕртех темĕскере так! тăрăнтарса илет (тычет клювом. Выражает опрометчивость, необдуманность толчка). Ib. Луш тăракан çыннах так тутарчĕ (толкнул). || Подр. боданию. Орау. Мунчи алăкне мăйракисемпе так! тĕксе.. || Подр. преткновению. N. Лаши так! такăнат (споткнулась), тет. Кан. Так, такăнчĕ. || Восклицание в игре маткăлла. Якейк. Маткăлла выллянă чох кашнă пилĕк чола çĕре прахнă чохнех так! теççĕ. Так! тесен, вара çĕртен чолсене каялла илме йорамаçть.

такка

(такка), стучать; клевать. Хурамал. Чăхă сăмсипе таккаса çиет. Сунт. Кил-карти варринче ула автанпа виçĕ чăхă унăн паçăр пăрахнă хутаççи патĕнче таккаса тăнă (клевали). Актай. Кун каçиччен таккăп, таккăп та, пӳрте кĕрсен, юнлă сурса выртăп. (Пуртă). || Рубить. Шибач. Воттине такка эс. || Класть крестное знамение. Азбаба. Тăр унта çамкана таккаса (гов. язычник о церкви). || Бодать. В. С. Разум. КЧП. Така кĕтӳрен килсен, алăка таккарĕ.

талт

(талт), подр. биению пульса. N. Чирлĕ çыннăн юн тымарĕ хăш чухне тикĕс тапмас: тăлт-талт! туса каят (второй удар сильнее, расплывчатый). Сред. Юм. Талт-талт тапать (признак сердитого человека, или же движение крови по жилам). || Подр. тяжеловатому прыжку. Качал. Еххĕм салтак сарăлса выртать, уксак салтак талт сикет. (Еххĕм салтак — шапа, уксак салтак — ула курак). Ала 29°. Кӳлĕ хĕринчи мăнă мăкăрĕ кӳлли тавра çавăрăнчĕ. Шыв пĕттĕр-е! тиесе, тват урипе талт! сиккĕр. Яндобы. Алтанĕ талт-талт! çӳлеле сикет, тет те, упийĕ телт! ӳкет, тет. Б. Нигыши. Ула-кайăк (дятел) карчăк умне кайнă та (залетел вперед), талт-талт! сиксе пырать, тет. || Подр. тяжелому ступанью при беге. Ст. Чек. Талт-талт-талт! чупат. (Йывăр чупнă чухне çапла илтĕнет). )| Подр. вздрагиванию всем телом. Якейк. Анния (Анну) айăкĕнчен кĕт анчах тĕкрĕм, талтах (талдах) сикрĕ (вся вздрогнула).

тамаша

(тамажа), диковина, изумительная вещь. Баран. 17. Çилĕлĕ старик пĕр чĕнмесĕр ăсран кайса шухăшлать: ак тамаша! кам пулчĕ-ши? Ib. 24. Мĕн тамаша иккен: йывăçсене эпĕ шарт та шарт хуçатăп, çапах пĕрне те авса пĕкĕ тăваймарăм. Юрк. Ак тамаша!.. ытла ырă пурăннă çĕртен, темĕн-те-пĕр шыраса çӳрет! СПВВ. Тамаша куртăмăр. Ib. Ак тамаша. Вот диковина. Юрк. Мана мĕн тамаша пулчĕ-ши? Куç ӳкмерĕ-тĕр-çке? Тем масар йăвăрлантăм (заболел сильно). ЧС. Атте: лаша апла пулнă, тенине илтсен, хуйхăрса: ак тамаша тата! Паян, килтен кайнă чухне, сывăччĕ. Мĕн пулчĕ тата? Пĕр-пĕр синкер ленкрĕ-шим? терĕ. Ск. и пред. чув. 78. Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим? суйса парас тенĕччĕ. Ак тамаша! тĕрĕс-шим? Янтик. Ак тамаша! Ма мана каламасăрах кайнă-ха вăл? Хăй: каламасăр каймастăп, тетчĕ. N. Ак тамаша, вырăс çармăс тăвать! (О rem mirabilem, ex Russa nascitur Tscheremissius!). СПВВ. ИА. Ай тамаша! аплах пулмĕ-çке çак (не может быть этого). Сред. Юм. Акă тамаша, кĕре кĕнĕренпе те авăн çапма пĕр йôраллă кôн полмарĕ-çке ĕнтĕ.. Ib. Ак тамаша, мĕн пôлчĕ-ха ĕнтĕ тăта? Собр. Ак тамаша, самана, ытармалла мар сана. ТХКА 76. Ак тамаша, ку питĕ кирлĕ, вырăнлă япала-çке! терĕм эпĕ. Шибач. Йорлать, поплет, аташать, она итлемешкĕн тамаша! || Нечто чудное и страшное. Изамб. Т. Эпир çапла тамаша куртăмăр (страшное и чудное явление). || Часто выражает досаду. Шорк. Еккей тамаша, пулмарĕ вĕт! Ib. Ах, тамаша, укçа çукки хуплать-ха. (Выражается сожаление и досада). || Беда. КС. Вăл çын паян тамашана кăтартăрĕ (наделал беды). ЧП. Вот тамаша, топрăм хама хам валли. Качал. Пирĕн ачине япала, лашисене тамаша. (Свад. п.). || Обозначает затруднение (= мĕн тăвас, нимĕн тума та çук. Так обьяснил А. С Курушин). Хурамал. † Ула лаша тамаша, ака туртмаç (= туртмасть) тамаша. N. Еккей тамаша! СПВВ. Х. Ула лаша тамаша (= тумаша), ака туртмас мĕн тăвас? Ст. Ганьк. † Ула лаша тамаша, ака туртмаст тамаша. Хура лаша тамаша, суха туртмаст тамаша. Кĕрен лаша тамаша, киле килмест тамаша. Чуптар лаша тамаша, чупа пĕлмест тамаша. Çӳрен лаша тамаша, çул çӳреме тамаша. || Так кричат на лошадь. Амалăк-Кипек. Тамаша! (кричат лошади). || На диво. N. Якур тытса хунă çаран çинче курăк тамаша ӳссе кайрĕ. N. Малтан ку ялти çынсем тамаша аван пурăнатьчĕç (жили удивительно хорошо).

тепре

другой (второй). См. тепĕре. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, тата тепре атти панче. || Еще и... кроме того и... Б. Илгыши. Ула-кайăк, шăтăкран кăлартăн, тепре тăрантар, тет (говорит лисица). || Еще один (человек). N. Мускавран тата тепре килнĕ (приехал). || Второй раз, вторично. Шугур. Çав мана усрама илнĕ çыннăн арăмĕ вилчĕ те, вăл вара тепре авланчĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Тепре утă уйăхĕнче çамрăк улмаççине папкапа сыпатпăр. Чураль-к. † Пурçăм туттăр пирĕн аки; эпир тепре (в другорядь) киличчен, йĕтĕн туттăр пулминччĕ. || Еще раз, в другой раз. Сĕт-к. † Эпĕр тепре килнĕ чох, эсĕр пира (= пире) паллаç (так!) çок. Кама 12. Улĕмрен калаçăпăр ун çинчен. Тепре килсе лар (приходи еще посидеть). Ачач 110. Пĕрре хăрушă пек, тепре тата хăрушă та мар пек туйăнаççĕ. Ib. Тепре тата, апла та мар, урăхла пек туйăнса карĕ ăна.

тех

то же, что тек? Яргуньк. Вара тех (наконец?) тилĕпе ула-кайăк уйрăлчĕç, тет.

тиха

(тиhа, т’иhа), жеребенок (обоего пола). См. тыха, тăйха. СПВВ. Тиха, тьыха. С.-Устье. Упăшки арăмне ускăн тиха çине лартса, акар йăттине хыççăн ярса: виçĕ çухрăма çитиччен татса-хыпса пĕтернĕ пултăр, тесе ячĕ, тет! (Описание древней Казани в сказке). ЧII. Хура, ула тиха. N. Тихаран çитĕнтерни çитмĕ.

туй ту

играть свадьбу. Ильмово. Венчет тусан, килне пымасăрах каччи хурăнташĕ патне туй тума каяççĕ (при покраже невесты). || В перен. см. Цив. † Хĕрхи, хĕрхи хĕр парат, ула-курак туй тăвать.

тула

(тула), терзать, рвать, трепать. Толст. Кашкăр вара ăна (собаку) туласа пăрахса тарнă пулмалла. Кан. Çынсене чĕп-чĕр юн тăвичченех туласа яраççĕ. СТИК. Йытă туласа пăрахрĕ. Собака кинулась, уронила жертву и значитьельно повредила. Ib. Пирĕн кушака такшин мур йыттисем туласа пăрахрĕç? N. Йытă тытрĕ те хай кушакка тула пуçларĕ. Кушакка туласа вĕлерчĕ. Истор. Тата çитменнине упа хăшне-хăшне туласа тăкать. Ядр. Чĕпĕ сассине хур-аçи илтрĕ те, ман пата тулама чупса пычĕ. Ст. Чек. Тырăсене çил туларĕ. Çĕнтерчĕ 20. Ăна туласа пăрахас. II Разомчать, понести (о разъярившейся лошади). См. ĕрĕх. Альш. † Ула лаша вылят-çке, чĕлпĕр кĕске — тулат-çке. N. † Турă лаша тулать-çке, лайăх хăмăт ытать-çке. N. † Хура вăрман урлă эп каçнă чух хура лаша тула пуçларĕ. Шел. II. 64. Тăвайккинчен аннă чух пуçларĕ лаша тулама. КС. Лаша туласа карĕ. Хурамал. † Укăлча хапхинчен тухнă чухне кӳлнĕ лаша тула пуçларĕ. ЧП. Хура вăрман виттĕр тухнă чух хура лашу тула пуçларĕ. Альш. Таçтан туласа килнĕ, тет те, кусем, хĕресе пырса перĕнсе çакланнă, тет. Ой-к. Хай çĕлен (змей) Иван патне туласа пыч (яростно, сердито) те, калать: çап мана, Иван, малтан, тет. Ск. и пед. чув. 9. Сехри хăпса тухнипе урхамахăм сикрĕ те, илчĕ кайрĕ туласа, пĕр енелле çавăрса. || Вертеться сильно (о крыльях ветряной мельницы). Изамб. Т. Шăтăр-шăтăр арман сасси, арман туласа каймас-ши? Ib. Арман вăйлă çилпеле туласа каят (начинает быстро вертеться). || Бушевать, дуть (о сильном ветре). N. † Вăрман варĕнче çамрăк çăка, çил туламан кун иртмес (не проходит дня, чтобы буря не гнула ее). Никит. Çак вăйлă çил сирĕн пӳрте туланă пек, сире тулаççĕ, сире турткалаççĕ (коштаны). N. Кĕçĕр çĕрĕпех çил туларĕ (бушевал). N. † Урам варĕнчи хурăна çил туламан кун иртмес. Тюрл. Ай-ай çил паякăн питĕ тулать (сильно. дует). КС. Тăвăл туласа карĕ (о порыве бури). СТИК. Çавраçил туласа иртсе кайрĕ. (Гов. о вихре). Турх. Çил урнă пек туласа, хăвăрт иртмест, чарăнмаст. || В перен. знач. Юрк. Пĕрне пĕри тулаççĕ. Треплют друг друга. Ib. Пĕрне пĕри туланине, çаратнине те курмаст. || Грабить, силой брать, отнимать. N. Ĕçленĕ ĕçне ют çынсем туласа ан илччĕр. N. Тĕрĕс мар çине ан шанăр, туласа илме ан ĕмĕтленĕр. Юрк. Памасан, пурĕ-пĕр туласа илетĕп.

тулли

толли (туλλиы, тоλλиы), полный, наполненный до краев. Шинар-п. Сасартăк манăн атте кил-хушшинчен чупса кĕчĕ те, пӳртри тулли витрене йăтса туха пуçларĕ. N. Çавăнпа вĕсен çурчĕ те тулли курка пекчĕ. Янш.-Норв. Стел çине пĕр тулли витре сăра лартаççĕ. Собр. † Тулли хуран çаксассăн, нумай çиет тииĕççĕ. N. Шкулсем рурте, хурт вĕлли пек, тулли тăраççĕ. Кратк. расск. 15. Пĕр хăмăл çичĕ тулли тутă пуçах кăларнă пек. СТИК. Ку хĕрарăм тулли çӳрет (çак хĕрарăм тулнă, беременная). N. Кĕрӳсем тумланнă вăхăтра пӳртре кĕтсе лараççĕ, тулли япаласемпе, ĕçкĕпе (scr. ĕçтепе). N. Сĕтел çине тулли япаласем лартаççĕ. Юрк. Мĕн ĕçпе çакланасси-мĕнĕ, леш тĕнчере пурăннă чухне çынсене эрех ĕçтернĕ вăхăтра, кирек хăçан та эрехе шеллесе черккене нихçан та туллиех тултармастăмччĕ. Авă çавăншăн çакланмарăм-и, тесе калат, тет, хăй. Регули 1290. Толлиах толтартăм, толлиах виçсе пачĕ. Орау. Манăн çăварта туллиях шывччĕ, эпĕ нимĕн те калаçаймарăм. Янтик. Пӳлĕмĕнче кĕнеке тулли хăйĕн. N. Халăх хурал пӳрчĕ туллиех. ЧС. Çав кил-хуçийĕн авăн картинче тулли ăвăс ларат. || Полно. Якейк. † Орам толли сăран атă, ман сăран атă йолас çок, тăван ати йолмалла. (Солд. п.). N. Кĕлет тулли çĕр улми выртать, сакай тулли çĕр улми. БАБ. Пӳрт тулли ача, урай тулли путек, сакă тулли тӳшек. (Моленье „Чӳклеме“). Альш. Аннен ачаш чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп, аслă пӳртĕн тулли эп. ЧС. Çулçа çăвар тулли тултара-тултара çие пуçларĕ, тет хайхискер. Сред. Юм. Ăсĕм патне пӳрт толли çын пырса толнă. У них полная изба народу. Ib. Çырма толли йывăç лартса тохна. По всему оврагу насажены деревья. Собр. † Пурçăн туттăр пуç тулли, пирĕн тăвансем куç тулли. Б. Олг. † Торта та толли тор лаши, тортин те тортмин хунь çинче, хорама пĕкĕ хоçăлмĕччĕ; ыраш хăмăл çуттипе киле пер çитрĕмĕр; çичĕ çохрăм вăрманне аран пер тохса çитрĕмĕр — атан атрĕ. Якейк. † Торта та толли хора лаша, айăм та толли хора çона, çонам та толли хора хĕр. Кубня. † Хура варлă тутăр, ешĕл çӳçе, çыхсан-çыхмасан та, пуç тулли. Савнă тантăш хура куç, курсан-курмасан та, куç тулли. N. † Аттепе анне кӳме толли, вырăсла пиçхи пилĕк толли, француз тотри мăй толли. ПВЧ. 126. Çийăм тулли пуставăм, квак пĕлт пулса шуçтăр-и? Абыз. † Симĕс пиçихи пилĕк тулли, пирĕн йăмăксам куç тулли. Ерк. 54. Пурçăн вĕçлĕ алшăли, икĕ сурпан пек ик енчен — парне çакрĕç пӳ тулли ула лаша çилхинчен. Бгтр. Куçăм тулли пичем пур, куçăм хыçне тăрсă юлчĕ. Ау 393°. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. N. ЧП. Ăйхăм килет пуç тулли. || Нагруженный (воз). ЧС. Тулли лав (полная подвода) тĕл пулсассăн. N. Теччĕ çулĕпе пире хирĕç тулли лав пырат. По тетюшской дороге едет нам навстречу нагруженный воз. || Груз, нагруженный воз. Курм. Толлипа каяççĕ. Якейк. Толлипа пыр (нагруженным возом, пошăпа — без поклажи). || Налитые бабки. N. Туллисемпе выляс, играть в бабки налитыми.

тупăм

то же, что тупă. N. Патерек: ула ута каялла ыйтрăм, тет, анчах Еркиней пĕр тупăм хушрĕ, тет.

тăккаланчăк

то, что сыплется, льется, падает; крохи; расходы, издержки. Сред. Юм. Чăх-чĕп тăккаланчăк (упавшие зерна) çисех тăранса порнать. Яргуньк. Тăккаланчăкĕпе ула-кайăк тăранчĕ, тет.

тăр

(ты̆р, тŏр, ты̆рр), подр. дрожанию. Шибач. Тăр-тăр-тăр! чĕтрет. КС. Мăнтăр çыннăн ӳчĕсем тăр-тăр чĕтренсе çӳреççĕ. Якейк. Йăванăн ана-шăнни тăр-тăр чĕтрет (трясется, напр, от жира). N. Вăл упана курнă та, йывăç тăррине улăхса кайнă. Хăй тăр-тăр-тăр чĕтĕрет. Он увидал медведя и залез на дерево. А сам от страха трясется. ЧС. Эпир ăна курсан, пурте тăр-тăр-тăр чĕтĕресе кайрăмăр. Ашшĕ-амăшне. Аллисем унăн тăр-тăр-тăр чĕтресе тăнă. ЧС. Пӳрт тăр-тăр-тăр кисренсе кайрĕ. Изба вся затряслась. Мăн-Шетмĕ. Тăр-тăр-тăр, сильное сотрясение полотна палатки. ЧП. Ула юпа тăр-тăр кисренчĕ. КС. Вăл кĕпер тăр-тăр-тăр чĕтресех тăрать. ЧП. Ылттăн ула юпа тăр чĕтĕрет. Кан. Çуртсем, йăвăçсем тăр-тăр-тăр! туса чĕтренсе илеççĕ. Сред. Юм. Арман çоначчи вăйлă çилте: панчен тăрр-тăрр туса илтĕнет, аякран хашкать. || Подр. резонансу в корпусе скрипки, когда возьмешь ее в руки и заденешь смычком. Кушакпа автан 11. Тăр-тăр-тăр купăсăм! Янра, ылттăн хĕлĕхĕм. Ib. Тăр-тăр тăр купăсăм, ылттăнланă хĕлĕ-хĕм, янра юлтăр сан сассу. Ib. 10. Тăр-тăр-тăр, вăй-вăй-вăй, манăн ылттăн хĕлĕхĕм. || Подр. звуку барабана. Шел. II. 24. Пионерсем тăр-тăр-тăр! параппансем çапаççĕ. || Подр. шуму трамваев. Шел. II. Трамвайсем тăр-тăр-тăр! тăрăлтатса чупĕçĕ. Зашумят трамваи. || Подр. шуму волн. Ир. Сывл. 21. Тăр-тăр-тăр-р-р! кĕрлет. Утăм. Татах тен-тен-тен-тен! Тăр-тăр-тăр-тăр! || Б. Олг. Омла эпĕ ут сартăм ампар çинелле, тăр-тăр-тăр (дŏр-дŏр-дŏр)! каллях коссанчĕ (= кусса анчĕ), çĕр вĕртӧп! терĕ. Ib. Çимелли пăрçа, сапсассăн, çĕре косса каять тăр-тăр-тăр! çталла кирлĕ, онталла. || К. Олг. Хоттăр çăмхаланă чох кăшкар çине тăр-тăр, тет. || Подр. прямизне. Бижб. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн, тăваткăл пĕр тăваткăл тăр çурнă.

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

хыр

(хыр), сосна. Н. Карм., Сохрон-й., Пшкрт., Çутт. 78. Пурине шултра хыр пĕренисенчен пурарĕç. Рак. Хура вăрман хыçĕнче пуртă витмен хырăм пур. Ск. и пред. чув. 2З. Хырăмĕсем хыр çинче ула-ула лараççĕ. N. † Вырăсла та хапха, ай, хăмисем — пурте ватă хыр, ай, варрисем; пирĕн колхоз ĕçки, ай, çикисем — пурте ватă хуртăн пылĕсем. А.-п. й. 64. Чăрăшпа юнăшарах ватă хыр ларнă.

хивре

хвост. Норус. См. хӳре. КАЯ. Сапсанах (воду), ула тьыха хиврине тăратса, пĕççисене тăсса, курпунне кăларса силленчĕ (при жертве). М.-Кукшум. Хивре = хӳре. Собр. Йытă хиврине хушат, теççĕ. (Послов.).

хир чакак

(ζ'агак’), назв. птицы. Н. Карм. Хир чакак, ула, поменьше сороки.

хуп чӳрече

хуп чӳречи, лубяное окошко. Н. Хораз., Сорм-Вар, Изванк. Хуп чӳрече хыçĕнче ула йытă выртать, тет.

хура шыв

грязная вода. С. Дув. † Арман шывĕ хура шыв, хура явлăкна çуса юл. N. Çурхи хура шыв тем лек хытă явăнса юхнине кура-тăра çав шыв урлă каçма тытăнчĕ. Сала 327°. Хура шывсем юхат вирелле. Богдашк. Хура шыва пĕверĕм, хура явлăкна çуса юл. N. Чӳречĕрсем çинче, ай, хура шыв, эпир уçса хупнă чух хумханать. ЧП. Чӳрече çинче хура шыв уçса хупмассерен хумханать. Пис. Хура шыв тăрăх çӳрерĕм, ула та тьыха тĕл пултăм. || Пот. Чураль-к. Атте лаши хура лаши, хура шыва вăл ӳкрĕ, кăлар, йысни, четвĕртне. || Особо приготовленная вода для окраски в черный цвет домашнего сукна. || Водка. Тюрл. Хора шывпалан асăнатăп. (Из моленья, пичке пуçласассăн). || Назв. селения. Иревли. Хура Шывра чул пур. Ăна варринчен пуç кĕмелĕх шăтарнă, тăваткăл туса. Çырăвĕ çук. Унсăрăн пуçне çĕр айĕнче тепĕр чул пур имĕш. Вăл çыруллă, тет.

хурăн кăмпи

подберезовик, березовик. Тюрл. Çармăсри — çаврака, ула, тăварлаççĕ. Аслă çол хĕрĕнчи — шорă тохать те хĕрелсе каять. Мыслец. Хурăн кăмпи, волжанка. Начерт. 188. Хорăн кăмпи, белянка.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хăй

(хы̆j, хŏj), он сам, себя. N. Вăл хăй, он сам. Самар. Шăлĕ тăкăниччен ларсассăн, калютя, хăй те урçа валли вăл, калютя. Собр. Ухмахăн сучĕ хăйпе пĕрле, теççĕ. (Послов.). Ib. Хăй çулĕпе хăй çӳретĕр. N. Ывăлне хăй юратнă хĕре илсе панă. А.-п. й. 14. Ир пулать те, каç пулать, ула йытă хăйне юлташ тупнăшăн савăннипе вĕрсе кăна пурăнать. Ib. 6. Кушак тус лартнă! Хăй паян сунара карĕ. Ib. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăйне валли тус шырама шут тытнă. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Сред. Юм. Хăй çиç — иккĕн (говорят про беременную женщину). Ib. Эпир иксĕмĕр кôлса ларатпăр та, ô иртсе каять мĕн ôнта. Эсир манран кôлатăр, тесе иртсе кайрĕ. Эпир онтан та колман, ô ахалех хăй çине илчĕ. N. Хăйне ырă туннне манман çын, благодарный. Рак. † Пирĕн ял хĕрне çитесси тавра ялта хăй те çук. Альш. Хăйне ан кайшăн. Чтобы ему самому не итти. Якейк. Ялтан-йăшран уйăрласси икçĕр тенкĕ хăй тăрать. Чураль-к. † Вĕрене ӳсет, хăй ӳсет, тăррине татсан тата ӳсет, ан мухтанăр, маттур хĕрсем, сирĕнтен маттур тата пур. || Его, свой. N. Вăл хăй укçине çухатнă. N. Хăйĕнчен вĕренес тиекенсем (желающие учиться за свой счет) экзамен тăрăх илĕнеççĕ. А.-п. й. 8. Кушак çав пылпа сурăх тушкине хăй пӳртне илсе каять те, халь те пулин пурăнать, тет. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. N. Уна матку хăй ячĕпе янă. Сред. Юм. Хăй сăмахĕнчен тохмас, сдерживает свое слово. N. † Утрускана кайăк çурă тунă-çке, хăй çурисем хăйне пулас пек. Янтик. Хăй май çавăрасшăн тăрăшат вит-ха вăл! Ib. Хăй майĕн тăвасшăн у ăна (склонить на свою сторону). Ст. Чек. Хăй пуçĕнчен ирттĕр. Пусть терпит свою долю (жалея и опасаясь быть таким). Синерь. Тарья çав пурнене хăй хӳмне чикрĕ, тет. N. Хăй алли çине çитес пулать. Альш. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç: вăл пирĕн çавă пулать, ку пулать, лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет; пĕр хăй кассинелле килнĕ чух кĕрсе тухар, терĕм тет. || Иногда не переводится. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? Кĕпитун Иванĕнчен. Тепле пуçланнă, пĕлместĕп. Хăшĕ павартан (лаç) теççĕ хăй. N. Юратаççĕ пулĕ, выляççĕ хăй (о супругах). Ст. Чек. Темĕн тума именетĕп хăй. Не знаю, почему-то стесняюсь. (Почему-то стесняюсь = темĕскер эп именетĕп). Сред. Юм. Паçăр такам чанкатчĕ хăй çавăнта. Ib. Сан сас илтĕнетчĕ хăй çавăнта. Ib. Эсир иккĕн каяттăр хăй çавăнталла. Ib. Эсир иксĕр кайнă пик кôртăм хăй çавăнта. Ib. Çын иртсе кайнă пикех туйĕнчĕ хăй мана. Баран. 91. Тата çӳлерех кайсан, йываç тавраш нимĕн те çук, курăксем, чечексем те пит сахал, сивĕ йĕнчи çĕр хăех,— пĕр мăк анчах ӳсет. Ib. 90. Эсир улăхакан ту ăшă енче пулсан, аялта апельсин, лимон йывăçĕсем сарăлса лараççĕ. Кăшт çӳлерех кайсан, вăхăтлă сивĕ пулакан çĕрти хăех: тирексем, юмансем, çăкасем, вĕренесем, букпа каштан йывăççисем кĕрлесе ӳссе лараççĕ. О сохр. здор. 78. Ӳтрен хăпăнса тăракан кирĕк пирĕн ӳт çинче чи таса мар япала хăех ĕнтĕ.

хăях

(хы̆jах), осока. Рак., Кайсар. № 110. Н. Седяк. Хăях çулçи алла касать. N. † Ула кĕсре тьыхине хăях утă та йореччĕ. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. || Листья у пшеницы. Юрк. Тулă хăяхĕ, листья у пшеницы. Тайба-Т. † Хире тухрăм çӳреме, ялан тулă хăйăхĕ.

хăвăл

(хы̆вы̆л), дупло. Букв. Сăпса хăвăла пыл тунă. А.-п. й. 17. Çакă çăка хăвăлне пыл хурчĕсем йăва çавăрнă та, пылне кăларса илме ниепле те меслет тупаймастăп,— тет упи. Ib. 17. Кусем хăвăл çăкана иккĕн ыталаса тытрĕç те, енчен енне лăкама тытăнчĕç. Ib. 17. Çăмламас улапа ула йытă хăвăлти пыла кăларса çирĕç те, пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Ib. 42. Тилли, ниçта кайса кĕреймен енне, йăкăлт сиксе кĕчĕ пĕр юман хăвăлне. N. Эпĕ çав çăка хăвăлĕнче мĕнле тухас тесе шухăшласа ларатăп. N. Хăвăл, юпа çине тăхăнтарнă хăвăл йăвăç (çил арман тавраш). N. Каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ е вăрăмлатаççĕ. Канат наматывают (навивают) на дупло и таким образом укорачивают, или же сматывают и таким образом удлиняют. || Тюрл. Уша йопи хăвăлĕ (туда кладут мелкие вещи). || Шарбаш. Хăвăл, на шăпила. || Шурăм-п. Тĕлĕкре хăвăл çăкăр курсан, хуйăх кĕт.

хăла

(хŏла), буланый (масть лошади). Юрк. Аçу сана авă çӳрен лашуна та памарĕ, хăлине анчах парса кăларчĕ. Чертаг. Хăларах çӳрен (масть лошади).|| Саврасый (масть лошади). N. Хăла, саврасый, похожий на верблюда. СПВВ. Хăла лаша. N. У татар к̚ола — цвет лошади, желтоватый. || Тоскаево. Этемĕн йăли, лашанăн хăли теççĕ. (Пословица). || СПВВ. Хăла хурт. Ib. † Эпир ĕçсе-çинĕ вăрăнне хăла хуртăн пылĕ тулса юлинччĕ. N. Хăла пыл. N. Пирĕн чĕлхе-çăвар çыхланнă кĕркуннехи хăла пылпалан. N. † Эпир кунта ĕçсе-çинине хăла пылсем пулса юлмĕ-ши. || Лашм. Кăвакальсем ула, мăйĕ хăла, хăш шыв кукрĕнче çӳрет-ши? ЧП. Кăвакалĕ ула, мăйĕ хăла. || Чертаг. Хăла тăпра, ни хура, ни шурă, кĕрпеллĕрех (крупчатая), среднего качества, хăйăрлăрах.

хăр-хум

подр. рычанию. Б. Илгыши. Пĕр çын иртсе кайнă чух йăтти хăр-хум тенĕ тет. Сорм-Вар. Хуп-чӳречи хыçĕнче ула йăтти выртать, тет, пĕр çын иртсе каять, тет, хăр-хум! тесе каларĕ, тет.

хăра

бояться, пугаться, страшиться. Якейк. А! хăрарăн-и? Ага! испугался? ГФФ. † Çак çырма орлă каçмăттăм та, çĕлентенех хăратăп. Эп çĕлентен хăрамастăп та, Петĕртенех хăратăп. Не перешел бы я через этот овраг, да боюсь змеи. Собственно, змеи-то я не боюсь, а боюсь Петра. ГФФ. † Хора калпакран хăраса ăсторовă тумасăр ан иртĕр. Не пугайтесь черной шапки, не проходите мимо, не поздоровавшись. А.-п. й. 7. Кушакран хăраса упи йăваç тăрне улăхса ларнă. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем. Ib. 24. Кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, пӳрте кĕме хăратăп, тесе калать, тет, кайăкĕ. Ib. 41. Юрĕ, тилĕ тус, хăрасах килет пулсан, атя хам хыççăн,— тет ула-такка. Ib. 42. Эсир мĕнле килтĕр: хăраса-и хăрамасăр-и? — тет. N. Вăт ухмахсем, кăшт шăхăрсанах хăраса ӳкеççĕ (сильно пугаются). А.-п. й. 59. Санран хам та хăратăп та, ачам пушшех хăраса кайĕ,— тет пукани. Ib. 90. Юрĕ. Ĕçрен хăрамăп. N. Мулкачи курсан хăраса кайса тарса кĕчĕ вăрмана. N. Çуннине çисен упаран хăрамасть, тет. Хора-к. Хăрама вĕреннĕ йытă виç кон малтан вĕрнĕ, тет. Регули 834. Вăл çавăнпа хăрарĕ, тĕттĕм полнăран. Ib. З. Эп хăратăп калама. Ib. 684. Хăрамалли вăрман çок конта. Ib. 685. Хăрамалли çын çок конта пирĕн. Ib. 705. Вăл çынтан хăрамăлла. Ib. 1404. Вăл питĕ хытă хăраса чĕтĕресе тăчĕ. N. Манăн халăхран хăрамалăх çук мĕн, тесе шухăшла пуçланă. N. Çапла вăл хăрамасăр-тумасăр пурăннă. Юрк. Килте хăраса-туса ан тăрăр. Ала 94°. Хайхи арăм тата ыйтнă вĕсенчен: „Апла хăрассăр пур, мĕншĕн тата ачăр çинчен кĕпине-йĕмне те хывса илтĕр“,— тенĕ. Сбор. по мед. Унтан хăрасах та хăрамалла çав. Шурăм-п. Мĕскĕн Иванĕ çĕрĕк шалт хăраса пĕтнĕ. СПВВ. Хăрас-тăвас пулсан. Кан. Малтан лашапа каçма та хăрамаллаччĕ. Прежде и ездить (по мосту) было опасно. Ib. Халĕ каçса çӳреме хăрамалли çук. Ib. Хам тытса усрама хăрарах патăм-çке. Ib. Пĕр çынсем çеç вĕсен пӳрчĕ ларнă вырăнтан хăра-хăра иртеççĕ. N. Чун пит хăратчĕ, тет, ТХКА 113. Йысна, эс ишме пĕлен, сан хăрас çук. Ib. 114. Атăл, Çавал, Кĕтне, Сĕве шывĕ пулсан, шыва кĕме хăрас çук. N. Хăраса тăманçи пулĕ ву. Курм. Хăра-хăрах эпĕ хут вĕренме карăм. Ачач 22. Пысăклансан мĕн пулĕ... Аçунтанах хăрамăпăр ун чух. Ib. 109. Ун майăн вара Санккапала тепĕр хĕрача та вилес пек хăраса янă. Шорк. Вал мана тем те пĕр каласа пĕтерчĕ те тухса карĕ, эпĕ хăра юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Насказал он всякой всячины и ушел, я же пришел в ужас и ничего не могу предпринять, ничего не успел спросить (недоумение, растерянность по поводу неожиданности). Оп. ис. ч. II. Вăл, çынсем килеççĕ тенине илтсессĕн, хăра юлнă. Когда он услыхал о том, что идут люди, на него нашел страх. N. † Çак поçнелле ухаплă, эпир ухапран хăрас çук. Собр. † Туратлă йăвăç касас, терĕм, иртессинчен хăрарăм. Капк. Мĕнле ача пулать вăл, хăрама пĕлмест.

кушак кайăк юсĕ

ласка (зверек). А. Турх. Кушак кайăк юсĕ. Юс майлах; юсран кĕскерех те, пĕчĕккĕрех те; ула пулат. Ула ĕне пекех, хырăм урлă. Тĕрлĕ тĕслĕ пулать. Кушак кайăкран пысăкрах. Килте те пулать, капан ăшĕнче те пулать. См. шăши юсĕ.

кăвакарт

понуд. ф. от кăвакар. ТХКА. 160. Ӳсĕрскер, мана Митюк çул çинче çапса пĕтерчĕ, акă чавсана кăвакартса ячĕ. Кан. Килти пуса кĕпи, кăвакартнă йĕм, çăпата, умĕнче саппан, çăварĕнче чĕлĕм. Пуçĕнчи картусне йăва çавăрма ула-курак та ăмсанас çук. Анчах, унăн ăшĕнче тапак хутаççи выртма пултарать. Вопр. Смоленск. Атăл енчен кăвакартсан, çăмăр пулат (в Чеб. р.); СТИК. Ăçта кăвакартрăн (получил синяк на...) куçна? N. Кăвакарт (çапçа, куçа е пите). Тюрл. Вăсем çавăрăнса çӳренĕ чухне, пĕр-пĕр çынна хирĕç пулсан, чăпăрккапа кăвакартаччен хĕнеççĕ. (Хĕр сухи). Сенг. Мана, киле пырсан, аттесем пăхаççĕ те, манăн куç кăн-кăвак! — Ăçта кăвакартран кăна? тесе ыйтрĕç. Орау. Кăн-кăвак кăвакарта-кăвакарта кăларнă питне, хĕнесе (о синяках).

кăкар

(кŏгар, кы̆гар), привязывать. Синерь. Ман витере ăйăр пур, çав ăйăр хӳринчен сăнчăр кăкарса яр, пĕр вĕçне ман пата çăла яр, тесе каларĕ, тет. ЧС. Çынсем: ан тартăр, тесе, луçа (= пăшие) мăйĕнчен вĕренпе кăкарнă та, вĕренĕнчен иккĕн-виççĕн тытса тăратчĕç. N. Кайри урапа патĕнче кăкарнă ула ĕне пырать. Юрк. Ураписем хыçне те, çумне те çапла лашсем, йытăсем кăкара-кăкара янă. N. † Чĕнтĕрлĕ те кĕпер умĕнче турă ут кăкарнисем пирĕн вăл. Образцы 99. Чĕнтерлĕ кĕпер, кашти юман, ут кăкарни (= кăкарнă ут) пирĕн вăл.

кăлава

(кы̆лава), голова, старшина. ЧC. Тата çавăн чухнех кăлавасемпе (старшина и те, кто был при нем) уретниксем персе те çитрĕç (явились на пожар). Пазух. Çӳлте симĕс-кăвак вĕçкелет, кăлавине тиек кураймасть. Чăв. й. пур. 13°. Вăсенĕн Таркан прикасĕнче пит усал мăкшă кăлава (голова) пулнă. Ib. 15°. Вара хăне кăлаваран ӳкернĕ (уволили с должности?). СТИК. Кăлава пек, солидный человек (по внешности: осанистый, здоровый, красный, с бородой). Юрк. Утилни вăхăтĕнче Тимĕрçен вулăсĕнче тĕмиçе çул кăлавара ларнă (был головой). Собр. И, шăпчăк юри (= юрри) арчара! Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин кукку. Кăлава, тесен, култарать; симĕс, тесен, систерет. Ухмах ывăлăм Микуша, кашкăр çинă юлашки. Хуп чӳрече хушшинче пĕр ула йытă выртать, тет: хăр-хам! тесе калать, тет; çынĕ картах сиккĕр, тет. Чакак хӳри витере, кĕсре хӳри лакăмра. (Сăвă). ||Прозвище. Утар. Кăлава Якур (-р').

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăхх

(кы̆хх), подр. звуку, издаваемому рассерженным гусем. Тăв. 58. Вăл кăшкăрса йĕрсе ярсан çеç, кукамĕшĕ ăна: кхх! кăхх! кăхлатса сăхакан пăчăкă шăллă, ула хурăн вăрăм, сарă сăмсинчен хăтарать.

кĕс

неизв. сл. Коракыш. Кĕс кĕрĕклĕ... (Из загадки об «ула-кайăк», см. это сл.).

краклат

(краклат), каркать. Якейк. Хора корак краклатать. Собр. Пӳрт тăрне çăхан лăрса краклатсан, çын вилет, теççĕ. Ib. Ула курак кăраклатсан йĕпе пулат, теççĕ. Ердово. Чăн малтан хура кураксем йăвăç тураттине ватаканăскерсем (так!), килсе, краклатса çӳреççĕ. Сред. Юм. Корак краклатать («название звука, производимого грачом»). КС. Ула курак краклатать. См. кранклат.

тăхран

дятел. Базл., Н. Седяк., Сред. Юм. СПВВ. ПВ. Тăхран — улакатка, дятел. СПВВ. ФВ. Тăхран = ула-кайăк. Ib. Тăхранăн сăмси хытă теççĕ. СПВВ. ИА. Тăхран ир те каç та юмана шаккать, тăр кăнтăрла анчах сасси çук.

тĕкĕл-тура

шмель. Т. II. Загадки. Аякран ула ĕне мĕкĕрсе килет. (Тĕкĕл-тура). Тюрл. Тĕкĕл-тора, шмель. ЧП. Тĕкĕл-тура пылĕ. N. Тĕкĕл-тура = тĕклĕ тура.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕм

кочка более на сухом месте, напр., на лугах. М. Етмен. Собр. Карти тĕм, карти айĕнче муклашки. (Хăяр). Т. VI. Загадки. Тĕм-тĕм тĕмеске, тивмесĕрех тивет-çке. (Куршанкă). || Куст. N. Тĕм-тĕм ӳсекен йĕплĕ çырлаллă йывăç. Собр. Тĕм хăвана тĕллесе пырас пулат, теççĕ. Подходя к таловому кусту, надо держать (оружие) ка прицеле. Лашм. Тĕм-тĕм хăва хыçĕнче вуникĕ ăсан йăви пур. БАБ. Çеçен хирте тĕм хăва, тĕм хăвара сакăр çерçи, пĕр карăш. (Присловье к чуклеме). ЧП. Пыраттăм-пыраттăм çулпала, тĕм-тĕм шĕшкĕ тĕл пултăм. N. Йывăç тĕмĕ, куст дерева. А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине, тет ула-такка. N. Тĕмсем хушшинче тилĕ пытанса выртнă мĕн. ЧК. Умри кашни тĕме, сăрт тӳпине тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Юрк. † Тĕмĕн-тĕмĕн йĕплĕ хулă, темиçе çул ӳссен те вĕренене çитес çук. || Толст. Курăк тĕмĕ. N. Кашни курăк тĕмĕ, кашни йывăç тĕпĕ ӳсни вĕсене хĕпĕртеттерет. || Куча. N. Чул тĕми. СТИК. Кăткă тĕми, муравейник. || Группа. В. Олг. Çăка тĕмĕ, группа лип, выросших из одного корня. || Пяток (снопов). Н. Седяк. Вырнă кĕлтене икшер, виç-шер, пилĕкшер хураççĕ, çавна тĕм теççĕ. Сред. Юм. Тĕм — пять снопов, внизу два, на них два и сверху один. N. Тĕм тултар. Букв. Эпĕ хирте тырă вырса икĕ тĕм турăм. Хорачка. Тĕм — пилĕкшер кĕлте. С. Тим. Тĕм çине тĕм лартăр. (Из моленья). БАБ. Тĕм çине тĕм хума, çĕмел çине çĕмел хума пар. (Из моленья). Чув. прим. о пог. 330. Çĕнĕ çул каç çăлтăр çăра пулсан, пăрçа, мăйăр пулать, хирте тĕм çăра ларать. Если в ночь под новый год звезды часты, на поле будут частые пятки (снопов хлеба), горох, орех уродится. Арзад 1908. Тăваттăшĕ миçе тĕм урпа вырнă? || Пять ручонок. Мыслец. Шарбаш. Тĕммĕн-тĕммĕн сӳс тĕми, пĕр пĕрчĕкĕн суйласа хитре çурăм турăмăр. Тĕмлĕх, кустарник.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕрелен

опираться, укрепляться, окрепнуть. Баран. 128. Вăл (ула-катка) хытă тĕклĕ хӳрипе йывăç хуппи çумне тĕреленсе улăхать. Орау. Пӳрт пĕренисенчен, кĕлет пĕренисенчен, хӳмисенчен, çăмăр юхса анакан тăрпасенчен тытса тĕреленсе пырать, куç шуррисене çавăрса ун-кун ухмах пек пăхкаласа пырать. Он хватался за стены домов, за дождевые трубы и осматривался каким-то полубезумным взглядом.

тĕрмеш

возиться. Орау. Ун чухне вăрманпа тĕрмешсех тĕнке тухрĕ, урăх ним ĕç те тăвимарăмăр. Сам. 22. Çĕре урлă та пирлĕ сухаласа тĕрмешет. А.-п. й. 17. Кайсан-кайсан, ула йытă уçланкăна тухрĕ те, пĕр хăвăл çăка кутĕнче çăмламас упа тĕрмешсе тăшне курах кайрĕ. || Бороться. || Шибач. Тĕрмеш — вăрçни.

чакак

сорока. А. Турх. Чакак вăл – вăрăм хӳреллĕ вĕçен кайăк, ула, хĕлле те ăшă енне каймас, чакакак тесе çӳрет. Сăмси вăрăмрах. Хӳри хура, вĕçĕнче улаллă çавăрăнать. Юрк. Чакак-чакак, чакак амăш Чакăлтăмра, ачи-пăчи арчара, у-у-ух! Ст. Чек. Чакак кăшкăрсан (кушак питне çусан), хăна килет. (Поверье). Букв. 1900. Чакакăн мĕн пур сăвви те пĕрре анчах. N. Чакак çамартине чĕлхесĕр çын çисен, чĕлхесĕрри калаçакан пулать, тет. (Поверье). || Яз. имя мужч. Орау. Рекеев. || Яз. имя женщ. Рысайк., Рекеев, Н. Карм.., Н. Седяк., Т.-И.-Шем. || Хр. имя женщ., Наталья. Ст. Чек. Чакак — Хĕлип арăмĕ. || Прозвище мужч. N. Чакак Иван, если прозвище получил сам, в смысле „Иван Сорока“; Чакак Иванĕ, если прозвище получил по наследству и если получил прозвище по какому-то отношению к сороке или сорокам: „Иван Сорокин“. Альш. Чакак Ванькки. Б. Олг. Чакак Ентри.

чалк

неизв. сл. Коракыш. Чалк сухаллă. См. ула-кайăк.

чалкăш

быстро итти, расторопно. См. талкăш. Кан. Пӳрте чалкăшса кĕчĕ те: карчăк! Матрунь!.. Ула кĕсре... витере... ӳксе вилнĕ вĕт!.. тесе кăшкăрса ячĕ. Капк. Пĕри чалкăшса пычĕ, йăслать витри, çăла шыв ăсма. || КС. Вут чалкăшса выртать (горит блестя).

чыс кур

быть в почете. Пазух. 45. † Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Эпĕ килтĕм кĕтĕм тăван килне, нумай та тăмарăм, чыс куртăм.

чип кайăк

курица (?). М. Тув. Чип-чип, чип кайăк, чип кайăкăн чĕппине мăн караплу тытса кар. Чертаг. Чип-чип, чип каяк, чип кайăкăн чĕппине ула-курак йăтса тарч! Моркаш. † Чип-чип, чип кайăк, чип кайăкăн чĕппи çок.

чĕн

ремень, ременный. Образцы 10. † Хула çинче хурт вылять, Чĕмпĕр çинче чĕн вылять. Ib. 4З. † Пирĕн те чунсем чĕн çинче, чĕн татăлсан, вута тăкăнать. Ib. 26. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, ула лаша харт турĕ. N. Чĕн патне чĕн, пушăт патне пушăт. К ремню ремень, а к лыку лыко. Пазух. 14. † Хура вăрман хыçĕнче хура лаша кĕçенет; кĕçенин-ха кĕçентĕр те, кĕçенин-ха кĕçентĕр, чĕн йĕвенĕ алăра. Ib. 24. † Чĕн йĕвенпе тытатпăр! Образцы 37. † Çӳлĕ тусем çине улăхнă чух, чĕн сӳсменĕн пăявĕсем татăлчĕç. При подьеме на высокие горы оборвались у меня ременные гужи. Ib. 56. † Вуниккĕпе явнă чĕн пушă, мĕншĕн сӳтĕлмелле пулнă-ши? Хурамал. † Чĕмпĕртенех илтĕм чĕн йĕвен, Самартанах илтĕм сарă лаша. В Симбирске купил я ременную узду, в Самаре купил я саврасую лошадь. А.-п. й. 98. Чĕн тилкепи çакланчĕ, кусатăрана явăнчĕ.

хĕрхи

назв. птицы. СПВВ. См. хĕрхӳ. Н. Якушк. Куккук тунă çăмартана хĕрхи пусса кăларчĕ. Н. Седяк. Хĕрхи — хĕрлĕрех кайăк, куккук пысăкăш пулать. Нюш-к. Хĕрхи хурчăкаран хĕрлĕрех. Йăвине хăрăк юман тăрне тăвать. У пĕр тĕлте нумайччен ташласа вĕçсе тăрать. Йăви патне курак пырсан, ти-ти-ти! тет. Зап. ВНО. Хĕрхи — юла (птица) из породы хищников-кобчиков. Ib. Хĕрĕх хĕрхи чĕрни, утмăл упа чĕрни, миçе чĕрне пулать? N. Хĕрхи! Хĕрĕх çулхи хĕр парăп, пĕрре ташласа кăтарт. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парăп, хĕрĕх чăрка пир парăп. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парать, ула курак туй тăвать, тăмани туйне пырасшăн, анчах пуçĕ пысăк, тет. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парать, ула-курак туй тăвать, хурчки туйне пырасшăн, анчах сăмси пысăк, тет. СТИК. Хĕрхи, хĕрĕх çулхи хĕрне парăп, ташла. N. Хĕрхи! хĕрĕх çулхи хĕр парам, пĕрре ташласа кăтарт. Сред. Юм. Хĕрхи — кăвакарчăн пысăкăш, пôсра пôрнакан кайăк. Слакбаш. Хĕрхи — „наверное, сыч; летая по воздуху, ищет мышей и ловит их“. Стерл. Хĕрхи, кобчик. || Вертопрах. || Яз. имя женщ. Н. Седяк., Патраклă, Рысайк., Демидов. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.

шак

подр. стуку. А.-п. й. 89. Пĕрене виçнĕ пек пулса, пуртипеле шак! шаккать. Орау. Хура туйипе хăй уммĕнчи шалчана шак шаккать. Юç. такăнт. З9. Кĕркури пуçĕпе урайне шак! тутарать (ударяется). Сред. Юм. Чолпа чола çапсан, шак тăвать. С. Айб. Атте мана пуçран шĕшлĕпе шак тутарчĕ (стукнул). А.-п. й. З8. Туратран турата ларса, шĕвĕр сăмсипеле шак! тутарать — тепĕр турат ӳкерет, шак! тутарать те — теприне касса ярать. НАК. Ачасем çиме килĕр, çиме килĕр! тесе кашăкĕпе чашки хĕррине шак-шак тутарать. А.-п. й. 42. Ула-такка тилле хапха çумне лартрĕ, хăй, хапха тăррине ларса, шаккама тытăнчĕ. Шак-шак! тутарать, шак-шак! тутарать. N. Шак-шак шаккать. СТИК. Шăннă çын шăлне шаккат (или: шак, шак, шак тутарат). Кан. Сӳнме пуçланă чĕлĕмĕпе урапа кăшăлне шак-шак-шак! шаккаса илчĕ. Выçăхакансем 27. Сысна ашне туртар-ха,— терĕ хĕрарăм, кашăкпа чашăк хĕрринчен шак шакканине илтех кайрам. Янгильд. Тукмак çавăрнчĕ те, шăла шак-шак-шак шаккаса кăтартрĕ. Буин. Хура вăрман хыçĕнче шак-шак вутă касаççĕ, çакă ялăн хĕрĕсем пĕремĕк çисе ӳсеççĕ. Актай. Автан çине пĕр йĕкел шак ӳкрĕ, тет. Бес. чув. 15. Çав вăхăтра пĕр çын ăрам енчен чӳречене шак шаккарĕ те: Микулай тете, пухăва! тесе кăшкăрса ячĕ. Синерь. Шак-шак шакăлти мине шак-шак, туп-туп тупарти (тупарти?) мине туп-туп. (Сăра юхни). Коракыш. Шак-шак юман, шак юман, шак юманта шак турат, шак туратра шак йĕкел. (Куршанкă). Янбулат. Шак, шак моклашка дерев опух тепер пошолă мăкăльт тора (торог?). (Загадка. Çона çолăнни). || Подр. оцепенению, отвердению. Баран. 58. Хăранипе шак хытса кайнă (они). N. Тĕлĕнсе шак хытса кайнă (изумился). О земл. Ун пек çĕр çумăр хыççăн шак хытса ларать. Баран. 131. Типсе çитсен тăм шак хытса чул пек пулать. Ib. 128. Вĕçĕ (языка) шăллă-шăллă шак хытă. || Совсем, совершенно. Тюрл. Шак типсе карĕ. Кан. Каçхине çывăрма выртаççĕ те, ирхине шак тусан пулса тăраççĕ (на утро встают, после сна, все в пыли). || Исключительно. Собр. Хĕветле салам янă, тет, янă тет, шак шерепе янă, тет, янă, тет; çемен салам янă, тет, янă, тет, шак канфет янă, тет, янă, тет. || Сплошь. Букв. Ани пулчĕ çула тăрăх, шак та тулă акрăмăр. ЧП. Шак та тулă авăрать. Байгул. Сăрт хĕрĕнче тумкати шак та сарă тулă явăнайрать. Сред. Юм. Шак сиккипе кайрĕ ô, корăнми пôличчен çапах. Пока из виду не пропал, он все вскачь несся (на лошади). N. Утмăл та çухрăм сĕм вăрман, шак уттипе тухрамăр. Тюрл. Çак Тĕрлемес вăрманĕнчен тухнă чух, шак чуптарса килтĕмĕр, утмăл çухрăм вăрманне шак уттарса килтĕмĕр, çитмĕл çухрăм вăрманне шак сиктерсе килтĕмĕр. (Хĕр йĕрри). || Всегда, постоянно. Сред. Юм. Шак та çапла хытланать. Всегда так делает. СПВВ. Шак та çапла. Все так, всегда так. Тюрл. Шак волтса итать (= ыйтать). Постоянно хочет узнать тихонько. || Встреч. в заумных песнях. Кĕвĕсем. Шак та çук, шак та çук, шак та çук та пире çук. Байгул. Шак, шак, шак каюк, шак каюк та пире йӳк. Ib. Шак-шак кайăк, шак кайăкран пире йӳк, чалма-чалма чалтирек, калик (калих?) салам пĕр салам. Юрк. Шак-шак, шак кайăк, шак кайăкне пире пар. Ала 104°. Шак-шак, шакка-иикки, Чорикасси Макаркки, вортты-вортты — ворворихха — Тяма-лохха — Ляплахха.

шакка

стучать. N. Кĕçĕр хуралçă çĕр-хута шаккарĕ. N. Тахăшĕ чӳречене (чӳречерен) патакпа шаккарĕ. Карсун. Çав кун пĕр çын чӳречерен шаккаса: пухăва тухăр, паянхи каç пурте мунча хутса кĕрĕр, терĕ. Васильев. Каллах шаккать кантăкран. Альш. Тăватă уччастка тăватă урăм хуралçи. Вĕсем çĕрле туясем шаккаса çӳреççĕ вара. N. Кĕçĕр хуралçă çĕрĕпе шаккарĕ. Хăр. Палля 7. Хулăн кĕнекене шаккаса: мĕн ыратать? тесе чĕнет. ТХКА 129. Йăс чĕлĕмне тытрĕ те, сакă çумне шаккаса, кукăр пуçа тасатса, çапла сăмах калаçать... А.-п. й. З9. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тĕррине хăпарса ларчĕ те шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шакасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. Ib. 42. Тимуххан килĕнче виçĕ ахар йытă пулнă. Хапхана шакканă сасса илтсенех, кĕсем сикрĕç-тухрĕç те урама, тытĕнчĕç тилле хăваламашкĕн. Юрк. Пĕр çур çул ытла вĕренсе, темиçе урай хăми пек хулăн хăмасене шаккаса шăтарса пĕтерсен, тин пĕртак парапан çапма вĕренет. Кан. Çав чăркуççи çинче кукленсе чула шаккаса лараканскер çын вăл. || Плести (о лаптях). Кан. Хресченсем пӳртре пĕчĕк пуçлĕ çăпатисене шакка пуçларĕç. || Бить. Никит. Лешĕ кушак мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать. Альш. Тытăнать, тет, ку тукмакĕ кунăн тетĕшĕсене шаккама. N. Ку таранччен пере (= пире) пит хытă хуса килчĕç, ура кĕлинчен шаккасах. || Убивать. Орау. Шаккаса пăрахнă, убили, укокошили. СТИК. Шаккаса пăрахнă, укокошили, пристукнули. || Расколоть, разбить (напр. стекла в доме). Кан. Христохвора мĕн,— каять те шаккать. || Кушать, есть. Кильд. Тытса чарăнми кăвак лаша пур, тапăртатса вăл пырать, вăлă мĕншĕн кĕçенет, типĕтнĕ сĕлле вăл шаккать. Ала З0°. Чăнкăр та чăнкăр трантас пур, çавă трантас мĕскершĕн, сысна çуне вăл шаккать. Орау. Шаккăр, шаккăр çăмартисене! Кушайте. N. Шакка! (яйцо), т. е. ешь. || Пить. Ерех. Пит вăйлă вĕсем кунта ĕçрĕç, пĕр четвĕрт эрехе шаккарĕç (выпили). Унтан тата вунă путилкке сăра ĕçрĕç. || Высекать огонь. || Наказывать. N. Никам та ан пăрăнăр, пире ан пăрахăр, пирĕн хута кĕрĕр, тесе шаккаса каласа ямарĕç-и? || Щелкать. Баран. 25. Шăртне тăратнă, шăлне шаккать (волк). Ib. 124. Ик уранăн тăрать, хăрушă мĕкĕре пуçлать, шăлне шаккать (медведь). || Намекать и требовать. Орау. Ку Ларкка укçашăн шаккать те шаккать, çтан тупса парас куна. Ib. Куçлăхне çухатсан тепре илтересшĕн пайтах шаккарĕ те, эпĕ те питех хыпмарăм. || В переносном значенни (в форме деепричастия, чаще всего означает — ни с чем, безрезультатно). Орау. Ала илме карăм та, малтан парап терĕ, унтан арăмĕпе темскер тухса пăшалтатрĕç те, памарĕ те. Ахалех шаккаса килтĕм вара (ни с чем вернулся). Якейк. Ман Ивантан виç тенкĕ илмеле те-хе, тахçан илес.— Пайтах шаккаса (илимасăр) çӳрĕн-ха! Вăл çынна часах кăларса памасть.

шаланкă

назв. птицы, сарыч, канюк. Мыслец. Пшкрт. Шаланкă — куак, вăл тытат çĕлен, шăши. Шибач. Шаланкă, пусăктарах та хăмăртарах тĕслĕ, шойăн-шойăн макăрать. Б. Олг. Шаланкă — пысăк, хулатă пак, хĕрлĕрех тĕклĕ, çомăр полассине сиссен, кик! кик! тесе çӳрет. Хорачка. Шаланкă, куак, куакарчă пак, шик! шик! йорлать, тастан пĕлет çомăр полассине. Хурамал. Шаланкă кăвакарчинрен пысăкрах, чăпаррах, вăрăм сăмсаллă, вĕрманта, шывлă çĕрте пурăнат. Ib. Шăвик те шăвик шаланкă, куллен те шывшăн макăрат. Янтик. Ц. Шаланкă, птица похожая на тетеревятника. Н. Седяк. Шаланкă — çăмăр шыв ĕçекен кайăк, çăмăр пулмасан макăрать. Ib. Шаланкă шыв кăларнă, ула курак ыр ятлă пулнă, тет. Ib. Çумăр умĕн шаланкă кăшкăрать, ула курак та кăшкăрать, тет. Шаланки турăран çумăр ыйтать, тет, ула куракĕ: ан пар! тесе кăшкăрать, тет. Ала 108°. Шаланкă авăтсан, уяра каять, теççĕ. Шел. 80. Шаланки хытă савăннипеле сывлăш çийĕнче ташласа тăрать. || Коршун. Чув. прим. о пог. 225. Шаланкă кăшкăрса ялан вĕçсе ярăнсан, çăмăр пулать (шаланкă çăмăр шывĕпе анчах пурăнать, теççĕ. Если коршун постоянно плавно летает (распустив крылья), будет дождь (он только дождевою водою живет). || Ядр. Шаланкă — тăмана (сова). || Зап. ВНО. Шаланкă, иволга. (Это неверно!). N. Шаланкă шыв кăларать, ула курак пырса ĕçлет. Иволга (i) добывает воду, а ворона прилетает и пьет. (Послов.)

шар

(шар), подр. воплю. См. шари. СТИК. Карчăк шар йĕрсе ярать. Старуха завопила. Якейк. Шар макăрса ячĕ. || Подр. крику. N. Вĕсенчен мĕн те пулсан ыйтсан, шар çухăрса анчах пăрахаççĕ. || Подр. ржанию. ЧП. Сар лаша шар-шар кĕçенчĕ. Саврасая лошадь заржала. Чăв.-к. Сарă лаша шар-шар кĕçенчĕ (у КС обыкновенное ржание). || Подр. пению петуха. Б. Илгыши. Автан шар-шар авăтса янă та, тиле витĕрех хăваласа кайнă. Бгтр. Алтан (ночью) шар! шар! авăтса ячĕ. || Подр. разрыву ткани. Сред. Юм. Кĕпене шарр! çôрайса кăларчĕ. Разодрал рубаху сверху до низу. КС. Шарр! — сильнее чем чарр! Ib. Ман кĕпене шарр çурса пăрахрĕ. Буин. Вăл тарăхнипе хăй кĕпине умĕнчен тытса шарах çурса ячĕ. Кратк. разск. 22. Хăранипе тумтирĕсене шар! шар! çура-çура парахнă. СПВВ. Шар çурăлса кайрĕ. || Подр. звуку, получающемуся при щепании косарем легко щеплющейся лучины. СТИК. Хăйă шарр! шарр! çурăлать. Лучина щеплется с особым звуком (когда ее щеплют косарем). Сред. Юм. Хăйă шар çиç чĕлĕнет (очень хорошо щеплется). || Подр. звуку шерстобитной струны. N. Шарр! çатлаттарать. || Подр. вытеканию сусла из жалейки или воды из втулки боченка, или воды из прорванной плотивы, устроенной весною детьми для забавы. Сред. Юм. Чӳлмек пăккине тôртса кăлартăм та, ăсла шарр йôхса тôхрĕ. Ib. Пичке пăккине уçсан пичке пăккинчен шыв шар йôхса тôхать. КС. Эпир ачасемпе çуркунне пĕве пĕверĕмĕр те, татса ярсан, шыв шарр юхса карĕ. || Ст. Чек. Ку шар-шар, шар шар юхат. || Подр. падению капель сильного дождя. Сред. Юм. Çăмăр шарр ячĕ. Ib. Çăмăр шарах ячĕ. || Переносно — о „разрывающемся“, т. е. о пораженном горем сердце. Н. Лебеж. Аттеçĕм чĕри шарах çурăлать. Батюшкино сердце так и разрывается. Ib. Ула-курак ларса юрă юрлать, Наçтанăн чĕрине шар çурать. СПВВ. Чĕре шарах çурăлса кайрĕ. Бел. Гор. Ман чĕрем шарах çурăлайрĕ. Шел. 107. Çавăнтах чĕре шарах! çурăлса, тĕшрĕлсе анса çĕре кӳплетсе кайса ӳкрĕм. || Очень, совсем. Образцы 19. Шăнкăр уяр, шар сивĕ, Хусан хули янăрать. Совсем ясная и очень морозная погода — звенит город Казань.

шаршан

(шаржан), поленница дров, двырковые дрова, сложенные в поленницу. Тюрл. Н. Карм. Шаршан касса купаланă вутă. N. Шаршан вутти — татса купаланă вутă. СПВВ. Шаршан вутти нумай тесе, турпасăра кăларса ан тăкăр. Байгул. Кăтик-кăтик шур чăхă, пĕр çăмартине тăвасшăн шаршан тăрăх кускалать. ЧП. Ула кушак, шур кушак, шаршан айĕнче йăви пур. N. Çуркунне пăр каснă шурă шаршан Шурă Атăл çине сулă пултăр. || N. Шаршан, сажень дров. N. Миçе шаршан? Сред. Юм. Пилĕк шаршан вăтран пĕр пĕтирик (пятерик) полать.

шатăр

подр. грому. ЧС. Унччен те пулмарĕ, аçа шатăр-шатăр туса çапрĕ (ударил гром). Орау. Аслати шатăр-шатăр, шатăр-шатăр турĕ те, таçта çапрĕ те. Мижули. Çав вăхăтрах аслати шатăр-шатăр-р-р! тутарать. Торваш. Çав тĕлтех йĕри-тавра çап-çутă пулчĕ те, аслати шатăр-шатăр шат! тутарчĕ. || Подр. треску. СТИК. Пĕчĕкçĕ пăр икĕ пысак пăр хушшине пулсан, шатăрр туса саланат. Альш. Шатăр-шатăр тунăçемĕн шалалла чик (хвост в прорубь). Ib. Хӳри сивĕпелен шатăр-шатăр туса шăнать, тет. Ib. Хӳри сивĕпе шатăр-шатăр туса шăнать пăр çумне. N. Хӳри пăр çумне шатăр-шатăр туса шăнать, тет (у волка). Букв. 1904. Кашкăр туртăнчĕ, туртăнчĕ, тет те, хӳри шатăр! турĕ, тет. КС. Унтан патакне туртса илтĕм те шатăрах хуçса парахрăм. Ау 42. Унтан тияккăнĕ улăхса ларат, шатăр-шатăр тутарса ларат, тет. || Сред. Юм. Ôрайне нăмай кантри (= кантăр вĕрри) пăрахса таптасан, шатăрр! шатăрр) тăвать. || КС. Ула-кайăк сăмсипе йăвăçа шатăррр! тутарать. || N. Пăшалĕсемпе çавăрса илнĕ те, шатăрр тутарчĕç (залп ружеЙ). || Употр. в сочетании: шăтăр-шатăр. См. МКП, 91. || Совершенно. N. Çанталăк шатăр типĕ тăрать (совершенно сухо). Этем йăх. еп. пуç. кай. 5. Ăшă енче чылай çĕрте çанталăк çапла улшăнса пырать: малтан шатăр типĕ тăрать, унтан вăйлă çăмăрсем пуçланаççĕ. Ib. 5. Шатăр типĕ тăнă чух тискер кайăксем, кайăк-кĕшĕксем, хурт-кăпшанкăсем сулхăна пытанаççĕ.

шип

подр. писку только что вылупившегося цыпленка. Якейк. Чăх чĕппи шип-шип тет, çăмартине сăхнă полмалла. Ib. Чăх чĕппи амăшĕнчен уйăрлнă та, шип-шип, шип-шип туса çӳрет. Ядр. Шип, шип, шип кайăк, шип кайăкăн чĕппине ула-корак тытса карĕ; Иван пичи варлине Макçăм пичи илсе карĕ. Чуральк. Шип, шип, шип кайăк, шип кайăкăн чĕппи çук. В. Олг. Шип, шип, шип кукку, шип куккуйăн виç çурă, пирĕн апин олт çурă. Ой-к. Шип, шип, шип кукку, кукку çури виççĕччĕ.

шурăллă-хураллă

пестрый (и белые места есть и черные места есть). N. Инесем вĕсен пурте ула — шурăллă-хураллă, пĕр йăх.

шуçланки

неизв. сл. N. Мулчи, мулчи мулахай, манăн мулахай сулахай. Çӳлти çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе.

шăвăн

двигаться. || Улизнуть, удрать, юркнуть. N. Вĕсем шăвăнчĕç пĕр аяккинелле. А.-п. й. З9. Халь тилĕпе ула-такка Такмак ялĕн анкарти хыçнеле шăвăнчĕç. N. Пуян паллă хăнисем туха-туха шăвăнчĕç. ЧП. Ыраш пусси тăрăх еррипелен шăвăнтăм. А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шатăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăнăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. Ib. 18. Пĕр каçхине, упа харлаттарса ыйха туртнă чух, шăтăкран шăвăнса тухса тарчĕ те, этеме шырама пуçларĕ. Кан. Чикаркки аллинчен шăвăнса тухса ӳкрĕ.

шăт

произрастать, всходить, прорастать, появляться. N. Вăрлăх шăтни, прорастание семян. Букв. 1900. Мĕн акнă, çавă шăтать. ЧП. Эпир каяс çул çинче пăрăнайса шăтнă пĕр тулă. Ib. Эпир каяс-килес çул çине шăтайса тухнă пĕр тулă. А.-п. й. 81. Иван пĕрре хире кайса пăхать те, пăрçа лайăх шăтнине кура, килне çав тери хавасланса таврăнать. О сохр. здор. 55. Çуркунне шăта пуçланă çĕрулмине нихăçан та çиме кирлĕ мар. Скотолеч. 28. Шăтса кайнă улма. Проросший картофель. Альш. Путпулсем кунта начар: час шăтать карттахви. Аттик. Унтан кайран чечексем шăтса тухаççĕ. Хош-Çырми. Кăçалхи напор поласса пĕлнĕ полсан, аçа та кикен полас-мĕн, çеçен хир варрине шăтас-мĕн, хорçă çавапала касăлас-мĕн. Кабы я знал, что в этом году будет набор, так лучше стать бы мне чемерицей без семян, вырости бы в чистом поле, скоситься стальною косою (Солд. п.). ГФФ. Кăвак тай (= та ай) çеçке шăтса ӳснĕ те полсассăн... Кабы я взошел и вырос синим цветком... Альш. Сĕве кукăрĕнчен инçех мар, вăрмана кастарнă та ĕлĕкрех халĕ чăтлăх çăкалăх, ăвăслăх шăтса ӳснĕ. N. Сирĕн урамăрсем кукăр-макăр, кукрисерен шăтнă сар çăка. Сунч. Пилĕк палан пĕр тĕмĕрен, палан шăтать, тăван шăтмасть. Собр. Шăл ӳксенех йытта памалла, кайран хытă шăл шăтат, тет. Якейк. Кĕтӳ хирĕç тохрăм та, мăклă тына тĕл полтăм, мыри шăтмин пырĕччĕ, мыри шăтас сасси пор. N. Çапла шăтса тухнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. || Лопнуть. N. Шурă шурă çăмарта, шăтмĕ, шăтмĕ терĕçĕ, шăтрĕ-çке шăтасса. Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр. Юрк. Пире курайман тăшмансенĕн алли-ури типсе хăринччĕ, икĕ куçĕ шăтса тухинччĕ. Альш. Эй, шăтнă куç! || Прорваться, продырявиться. Карамыш. Ала шăтнă. Рогожка решета (полотно сита) прорвалась. А.-п. й. 39. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тăррине хăпарса ларчĕ те, шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шаккасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. || N. Лопăр полнă ачи пĕртак тăхтасан, пырса ыйтатчĕ: „Ойăх шăтса-и?“ — тетчĕ.— Шăтса, — теттĕмĕрччĕ. || Открыться (о тайне), проговориться. Разг. С. Мих. 39. Çын ĕçĕ йăвăрри пĕре-пĕре шăтать — шăтатех. П. Яндоуши. Пĕри пирĕн туйла авланнă, уна нумайччен пĕлмен, вара такăш пĕри шăтнă та (сăмах вĕçерĕннĕ те), кăларса ячĕç. || Доносить. Орау. Кайса шăтнă, е урăхла: шĕрса кăтартнă (передал тайно о событии). Ст. Чек. Ку çын ĕнтĕ матруса (леснику) шăтнă пулĕ, ав матрус килет. || Промахнуться (в игре в камешки — шакла). Шорник. Пĕррере шăтрĕ. Ib. Лапра шăтрĕ.

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

шĕкĕ

назв. насекомого, дровосек, короед. Б. Олг. Шĕкĕ (червяк) — чипер юçе, типĕ чăрша, вуса шăтарса кĕрет, кача порни кĕрет шăтăкне. Типĕ йӳçе тĕпретсе кĕрет, пăрапа шăтарнă пак. Она çиме полтарат кайăк, ола-таккан. Она как тĕл полчĕ-тĕк, таккаса кăларса çиет. Н. Седяк. Шекĕ – йăвăçа шăтаракан. СПВВ. ПВ. Йывăçа шĕкĕ çиет. Изамб. Т. Шĕкĕ йываçа çиет, унăн йĕрĕ кукăр-макăр пулат. Шибач. Шĕкĕ – хорт, хăрăк йывăç хоппийĕ хошшипеле çӳрет, шоп-шорă. Мыслец. Шĕкĕ, червяк древоточец, дырит сухарник. КС. Шеке, червяк, который образует небольшие дыры в дереве. N. Шĕкĕ — пĕрене хуппине çиекен хурт. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 5. Пултарĕ-и шĕкĕ ула-кайăка, тăри-хурчкана çĕнтерме? Ст. Чек. Шăкĕ — личинка короеда.

шĕпĕл

назв. какой-то птицы. Нюш-к. Шĕпĕл çунатне пĕчик ачасене пыра пулсан (болезнь горла), çунтарса шыва ярса параççĕ. Вăл кавакарчăн майлă, тĕкĕ ула-ула.

нăрăклат

хрюкать. КС. Сысна нăрăклатать (в спокойном состоянии). ТХКА 38. Каçхине эпĕр урайне улăм çине выртсан краççын сӳнтерсен, ула сыснапа икĕ чĕппи пирĕн тавра нăрăклатса, улăм чавса çӳретчĕç.

пыççи

то же, что пыçихи. ЙФН. Çакă ялăн хĕрĕсем пасар çитсен пасара, ула çĕр çăн илмешкĕн, пыççи тăрри (шерепи) тумашкăн, ачасене памашкăн (дарить).

пиçиххи

(пиз'иххи), пояс. Ст. Чек. Писиххӳ, твой пояс. Юрк. Пилĕкĕсене çут пиçиххи туртса çыхнă (они повязывали). N. † Хура сăхман, ула пиçиххи мăкшă ачи çийĕнче.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пулин

(пул'ин'), пусть, ну так что же? См. Оп. иссл. чув. cинт. II, 165. Регули 439. Вăл сумар полчĕ; полин, мĕскер тăвас. СТИК. Кайнă пулин вара... мана мĕн ĕç! Мне какое дело, пусть ушли. || Несмотря на то... хотя. Регули 1516. Хăва хоçа полин те, çаплах ĕçлет. Ib. 1500. Вăл пурмис полин те, эп онтан хăрамастăп. Б.-Яуши. † Кăвакарчăн кăвак та, чĕппи нумай, чĕппи нумай пулин те, ай, сĕчĕ çук. N. Хам пĕчĕккĕ пулин те, чăрмавăм пысăк пулайчĕ. Актай. Аçуна вĕлерчĕ пулин те, кайнă чух улма пулса ларăпăр, вĕсем, ăна çисе пăхсан, вилĕç, тесе каларĕç, тет. Якейк. Йăван полин Йăван çынтан колат. || Даже и... Торп-к. Хум-пуç калать тет: эсĕр уна та пулин (даже о такой малости) калатăр; эпĕ кĕсре куртăм, утмассерен тиха тăвать те, уна та пулин (даже о такой удивительной вещи) каламастăп. || Хотя бы. N. Вăл та пулин ан пăрахтăр. Менча Ч. Камăн хăйĕн аш-пăш, сăра тума хăмла-салат çукки сутăн та пулин илсе хатĕрлет (хоть купит да приготовит, т. е. хотя бы даже пришлось купить, а все-таки купит). Янтик. Салам ярса салам çитмесен, хăвăр та пулин килсе курсамăр. Ачач 71. Апла пулин те. || Кабы, если бы. СТИК. Эсĕ мана ăна каланă пулин, атту каламан мĕн туман, ыйтатăн (кабы ты говорил мне, тогда другое дело, а то чего приставать). || Урмай. Кучĕ (хлеба) хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин пар. (Моленье). Т. VI, 25. Пĕсмĕлле, турăçăм-пӳлĕхçĕм, выльăх-чĕрлĕхшĕн те пулин çырлах; пĕр вĕçне картана, тепĕр вĕçне шыва пар. Кĕсре хыççăн тиха ертме пулин пар, сурăх хыççăн путек ертме пулин пар. || Иногда имеет то же значение, что пулсан. Альш. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр: пусмăр çине тухса тĕсетĕр. Ib. Тырри пулин тырри, чăххи пулин чăххи, темĕн те пуçтаратчĕç, тет. || Из-за, ради. Ерк. 54. Мула пулин уйрăлчĕ ула утран Патерек — виçĕ тăван савăнчĕ ку лашашăн темĕн пек. || Часто входит в состав неопределенных местоимений и наречий. О сохр. здор. 20. Çавăн пек чирлĕ çынсенчен чир кирек мĕнле япалана та пулин çыпăçса ерсе юлать юлатех. || Что касается до... Ст. Шаймурз. Ашшĕ пулин, улпут пулса пурăнат, тет, ывăлĕ халĕ те патша пулса пурăнат, тет. (Сказка). Альш. Çуркунне пулин пĕтĕмпе яла шыв кĕрет. Ib. Ача-пăча çула пулин пĕрер кăкшăм ăман чавса кăларат та навус айĕнчен, каят эрттилпе Этремен хĕррине вăлта хыптарма.

пулса пыр

постепенно совершаться. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 22. Еррипен çеç пулса пынă. || Оказываться, набираться. Кан. Пăртак тыткаламаллăх укçа та пулса пырать. || Сбываться. Ачач 74. Çавăнтан тинех хура-ула кушак çул урлă каçса кайни те пĕтĕмпех пулса пыма тытăнать. || Уродиться. Баран. 79. Çурхи тулă (надо: çур тулли; срв. по построению «çур тырри») акатпăр, анчах вăл çуллен çул пулса пымасть — шăнса каять.

Атăл

(Ады̆л), Rha, fluvii nomen, Bonra, Волга. Нюш-к. Атăл урлă каçнă чухне пĕр ачана, чĕч-ачине, тăлăп çанни ăшне чиксе каçарнă, тет. Çав ача, ӳссе, ялсĕм тăва-тăва хăварнă. Когда переправлялась через Волгу, то одного грудного ребенка перевезли в рукаве тулупа. Этот ребенок потом вырос и понастроил деревень. (Отрывок из какого-то предания, мне целиком не известного). Сред. Юм. Вун-тăваттă çапсан, Атăл пăрĕ каять. Когда день становится равным четырнадцати часам, на Волге начинается ледоход. (То же и в Якейк.). Собр. 70. Атăл хĕрринчи пĕлĕт кăвакарсан, тăман пулат, теççĕ. Если со стороны Волги небо посинеет, то, говорят, будет мятель. Шурăм-п. № 7. Атăл хĕрри кăвакарсан, çанталăк ăшăтать. Если небо со стороны Волги посинеет, то будет тепло. Чув. прим. о пог. 86. Атăл хĕрри кăвакарсан, çăмăр пулать, хĕлле ăшăтать. Если со стороны Волги синеет, будет дождь, а зимою-тепло (Чебокс. у.). Б. Олг. Атăл хохсассăн, тырă акма пĕлме лайăх: пит хохат-тăк, малтан акас полат; час хохмас-тăк, тăхтас полат. Но убыли воды в Волге можно определить, когда надо сеять: если убыль сильная, то надо сеять раньше, а если медленная, то надо подождать. Тораево. Атăл урлă каçсассăн, ăс кĕрет. Если перейдещь через Волгу, ума прибавится. (Послов.). Тоскаево. Атăл хĕррине çитмесĕр аттăла ан хыв, теççĕ. Пока не дошел до Волги, не снимай с себя сапог. (Послов.). N. Атăла курмасăр аттуна ан хыв. (Послов.). N. Хур хыççăн чăхă Атăл урлă каçаймĕ. Курице не перелететь за гусем через Волгу. (Послов.). Н. Карм. Атăл урлă лăпсăр-лапсăр упа каçат. (Утă лавĕ). Через Волгу тащится косматый медведь... (Загадка: воз с сеном). ЙӨН. Атăл леш енче çын сасси, çын сасси мар, пурт сасси; Атăл ку енче çын сасси, çын сасси мар, чан сасси та йыт сасси. На той стороне Волги человеческие голоса, — не человеческие голоса, а стук топора. На этой стороне Волги человеческие голоса, — не человеческие голоса, а колокольный звон и собачий лай. (Текст песни, кажется, передан не вполне точно). Н. Изамб. † Атăл айĕнче (= А. хĕрринче) аллă хур, пурте ула хур. На берегу Волги пятьдесят гусей, и все они пестрые. Юрк. † Хур курассу килсессĕн, Атăл айне анса кур. Если тебе захочется видеть гусей, сойди на Волгу. Ст. Шаймурз. † Атăл варринче улма йывăç, çулçи сарăлминччĕ шыв çине. Посреди Волги — яблоня; хорошо, если бы ее листья не распустились над водою. Ib. † Кăçал Атăл çийĕ шăнмарĕ, варринче шурă пулă вылярĕ. В этом году Волга не замерзла, и на ее средине играла белуга (?), Собр. † Сивĕех енчен çилсем вĕрсен, Атăлсем шăннине çавăнтан пĕл. Если подуют ветры с холодной стороны, то знай, что замерзла Волга. [Мн. ч. в этом отрывке употреблено вм. ед. ч.; перевод его, помещенный в моем «Оп. исслед. чув. синт.» I, 81, м. б. и неправилен (некоторые его оспаривают), хотя он и было снован на толковании одного чувашина, хорошо знавшего родной язык]. Микушк. † Атăлсем тулли шыв юхать; ишес пулсан, епле ишмелле? Течет полною рекою Волга, — как плыть по ней, если придется плыть. Янш.-Норв. † Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, шывĕ юхать пĕр тикĕс. Две Волги и одно море, их вода течет одинаково равномерно. ЧП. Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, юхайинччĕ шывĕ пĕр тикĕс. Ст. Чек. Атăл çинче пăр шăнса ларса çитмен = Атăл куçĕсем питĕрĕнсе ларайман-ха. V. шыв куçĕ. К.-Кушки. Ну, Атăл çинче ӳпре нумай та! Ну, и много же на Волге (т. е. над Волгой) мошек! ЧП. Атăлпалан тинĕсĕн хушшинче икĕ купса ларать сут туса. Между Волгою и морем сидят два, купца и торгуют. Алших. † Атăлтан арпус туха-çке (= тухать-çке) тулса тухнă уйăх пек. С Волги привозят арбузы, похожие на полный месяц. В. Тимерс. † Атăлĕсем тарăн пулмасан, юхаймĕччĕ-çке киммисем. Если бы Волга не была глубока, то по ней не могли бы плыть суда. Якейк. Йăван Атăла кайнă (так и в Череп.). Иван утонул в Волге (Срв. ib. Олатимĕр пĕвея кайнă. Владимир утонул в пруду). Ib. Атăл çине (так и в Череп.) ĕçлеме карĕ. Ушел работать на Волгу. Ib. Атăл çинче ĕçлет (так и в Череп). Работает на Волге. К.-Кушки, Череп. Атăла пулă тытма кайнă. Отправились ловить рыбу на Волгу. Кильд. Атăл çине вак касрăм. Я прорубил на Волге прорубь. N. Çула Атăлтан пулă тытса пурăнаççĕ. Летом (они) ловят на Волге рыбу. N. Тепĕр кунне ирех Атăл шывĕ çыран хĕрне (= хĕррине) илчĕ. На другой день, рано утром, Волга залила берег. || В Чист. у. так называют и Волгу и Каму, а Белую — Шур Атăл.

ахăлтат

(аhылдат), cachinnare, хохотать. Сред. Юм. Ан ахăлтатса тăр ман õмра. Не хохочи передо мною. Юрк. Ахăлтатса кулса тăрат. Она стоит и хохочет. N. Ăна курсанах, нумайĕшĕ ахăлтатса кулса янă. Как только его увидали, многие расхохотались. Шибач. Мĕн хытă ахăлтатса, попляса тăраттăр? Что вы так хохочете и галдите? Чĕлкаш 20. Унтан çак çын, ул таланине сиссе, ахăлтатса кулса янă. || De equorum libidinoso hinnitu. Также о ржании ярящихся лошадей. Сред. Юм. Ăйăр пăртак самăрлсан, пит ахăлтатать õлă (= вăл). Если жеребец немного разжиреет, то он очень ярится. Альших. † Аслă улăха ут ятăм ахăлтатса çӳреме. || De voce cornicis. Также о карканьи вороны. Чув. прим. о пог. 242. Ула курак ирхине вăрман тăрринче ларса ахăлтатсан, йĕпе (тăман) пулать. Если ворона сидит утром на верхушке дерева в лесу и каркает, то будет ненастье (вьюга).

пуш

, пош, пустой. См. пушă. Абыз. † Хунчкам, шăматкун сăра ĕçме пыр. Хунякама лартах пыр, пуш пулштавне илех пыр, симĕс стаккан хамăрăн пур. || Полый. А. Турт. Ишек. Йоман патне пучĕ, пош токмак çакăнса тăрать. Яргуньк. Пĕтĕкиç куçлă, эреветлĕ-теветлĕ, пурçăн кутлă, пуш кутлă. (Ула-кайăк). || Свободный от дела. Альш. Ку енче çавăнпа пĕчĕкçи-ваттипе халлапа ăста: пуш хутран час-часах яра-яра параççĕ ваттисем, карчăксем пĕчĕкçисене. || Напрасный, бесполезный. N. † Кăнтăрла та тухса сăмах хушманни каç тухса çӳрени пуш пулчĕ. Алешк.-Сапл. † Кăнтăрла сăмах хушманни каç çӳренĕ çулăм (дорога) пуш пулчĕ.

пӳ-çи

, то же, что пӳ-сĕп. Юрк. † Пĕр хĕр тухрĕ тухьяпа, çӳçĕ-пуçĕ кăлкан пек, пичĕ-куçĕ хĕвел пек, шăмми-шакки илемлĕ, пĕвви-çийĕ хĕп-хĕрлĕ. Кам сăхланмĕ илесшĕн? ЧП. Ӳстертĕм çинçе пӳ-çие. СПВВ. Пӳ, пĕв, пĕв-çи, пӳ-çи. Ib. Сăрăлă юпа манăн пӳ-çи. (Сăрăлă юпа или ула юпа — столб с обозначением названия деревни, числа дворов и душ). ТХКА 129. Çынсемпе, арăмсемпе чуптусан, кăтра пупăн çавăнпа пĕвĕ-çийĕ тапрансан...

пăрахăн

(-hы̆н), броситься, кинуться. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 29. Рыçпа арăслан, хăйсемпе пĕр тĕслĕскерсем, пач сисмен хушăра парне çине пăрахăнса, ăна пĕтерсе хураççĕ. . 7. Ула-тăпа çине пăрахăннă пек.

пăта пиçихи

(пы̆да п¬из'иhи), особый пояс с пряжкой и с позументами. Тябердино. † Куçлă-куçлă улачан куçĕ ула, пăта пиçихин тăхăр ука.

пĕремĕк

пряник (русск.). Изамб. Т. N. Мункун каявичĕ (так!) пĕремĕкĕн мăйăрсем. (Искаж.). Якейк. Ула пĕремĕк, пряник с красным пояском: çӳçеллĕ пĕремĕк, конфетка с бумажною кисточкою.

притол

(-дол), неизв. сл. Собр. Мучи, мучи, мулахай. Мĕн (вар. мăн) мулахай, сулахай? Тăрри — шăтăк. Мĕн тăвас? Притолă – притол — притол патне (вар. пришол патне, пир патне), Сергей патне, сӳс патне, ула качака хушкипе. Эсĕ хама юратан? (Заумная песня).

алăк умĕ

(алы̆г умэ̆, алы̆г ум), 1. Locus ante ianuam. 2. Pars aedium, in quam intramus, antequam ipsam domum ingrediamur. 3. Gradus, quibus in hanc aedium partem ascendimus. 1. Место перед дверью. 2. Сени (пăлтăр) З. Крыльцо. Альш. Алăк умĕ тап-такăр. Перед дверью избы совершенно гладко. Ib. Алăк умĕнче улма-йывăç ӳсет. На пространстве перед дверью избы растет яблоня. Изамб. Т. Пăлтăр енне керниç тумаççĕ. Со стороны сеней у избы карниза не делают. Ib. Урам енчи хайчă хушшине хăмапа çапаççĕ. Алăк ум (пăлтăр) енчи хайчă хушшине хăма çапмаççĕ. Со стороны улицы промежуток между стропилами обшивают досками. Промежуток между ними со стороны сеней досками не обшивают. Ib. 55. Хуралтă тавраш епле тата? — Пур, кĕлет. Пӳртпе кĕлет хушшинче, алăк умĕнче (пăлтăрта), çавăнта вите те карта та. А надворные постройки каковы? — Есть, клеть. Между клетью и избою, в сенях, тут и конюшня и хлев. Тюрл. Алăк умне кĕрсе выртрăмăр. Мы вошли в сени и легли там (или: легли в сенях). Чăрăш-Туйçа Чеб. † Алăк ом вĕçĕнчи ула юпа, лаша кăкарма шанчăклă; кĕрӳпеле йăмăк пур чухне килме-кайма шанчăклă. Около крыльца полосатый столб (т. е. выкрашенный в три краски, как знаменитые „версты полосаты“), к которому можно надежно привязывать лошадь; пока живы и здоровы сестра и зять, у нас здесь — надежное место, где нам можно побывать. || Nonnunquam utramque copulationis partem divisim interpretari debemus. Иногда оба слова надо понимать раздельно. Шибач. Алăк омне пырса тăрчĕ (i. q. тăчĕ). Ad portam accessit. Подошел к воротам. V. ум.

аллăм

verbum inane, quod propter insequentis vocis aaaa concentum in carmine positum est. Не имеющая значения песенная прибавка, созвучная с следующим словом аллă. ЧП. Аллăм аллăм аллă хур, аллăше те ула хур (т. е. пятьдесят гусей, и все пятьдесят — пегие).

антар

(андар), facere ut descendat in locum inferiorem etc. Понуд. форма от гл. „ан“. Изамб. Т. Унăн таврашĕнчисем ку çывăрнине пĕлсен лашине çырмана антарса янă. Те, которые были около него, заметили, что он уснул, и свели его лошадь в овраг. Якей. Çор-конне çорт çинчен йор антараççĕ. Весною сбрасывают с крыш снег. Ib. Атьăр, ачасам, шӳш шӳл çинчен олăм антарар. Идемте, ребята, скидывать с сушил солому. Ib. Кăрмăшра илнĕ йăвăçа эпĕр Выл вăрне антартăмăр. Лес, купленный в Курмыше, мы сплавили на устье Вылы. Орау. Ачана сак çинчен антарас. Надо снять ребенка с лавки. Ib. Пĕрени ырине лармаçть, картне пăртак антарас пулать. Бревно ложится в паз не плотно, надо углубить зарубку. Ib. Чулне пăртак антар-ха, тем çăнăх шултăрарах тухнă пек туйăнать. Опусти малость жернов, а то, кажись, мука что-то крупновата выходит. || Cibum coctum ex aheno in aliud vas traiicere vel transfundere. Также означает разливать или выкладывать из котла в чашку (так и в Череп.; о кушаньях). Урож. год. † Яшка антарнă тĕле кĕчĕç-тăчĕç хăнасем. Когда наливали (в чашку) похлебку, вдруг явились гости. Менч. Чист. Пысăк чашăксемпе пăтă антарса, пăттине куç хывса, çăмарта турани сапса лартаççĕ. Выкладывают кашу в большие чашки, пелают на каше ямочку (для масла) и ставят, посыпав крошеными яйцами. С. Тимер. Хĕвел анас умĕн пăтă пĕçереççĕ те, ăна икĕ чашăк çине антарса лартаççĕ. Перед закатом солнца варят кашу и выкладывают ее на две чашки. Сиктер. Унтан тепĕр чашкăпа пăтă антараççĕ. Потом выкладывают еще на одну чашку каши. N. Пиçсен вара чашкăсем çине антарать. Изамб. 109. Пĕр-ик хуран шыв вĕретсе шетнике антараççĕ. Вскипятят котла два воды и сольют ее в кадку. || | (Lac) praebere (de vacca dicitur). Также давать (молоко, о корове). Сред. Юм. Ине (ин’э, i. q. ĕне) пĕр те сĕт антарми пõлчĕ хăй. Корова совсем перестала давать молоко (или: доить, как говорят русские). В. Олг. Ĕне сĕт антармаст. Корова не доит. Якей. Микон иртнĕренпе пирн ĕне сĕт антара пуçларĕ. Начиная с Наколы, наша корова начала доить, т. е. давать молоко. || Item de femina. То же о людях. || Saepissime autera verbi auxiliaris munere fungitur ita, ut significet motum in locum inferiorem. Соединяясь с деепричастиями (-са, -а), часто является вспомогательным глаголом. Толст. Пĕчĕк аçасем ун çине хăпара-хăпара кайса вак турачĕсене хуçа-хуçа антарнă. Маленькие дети влезали на нее и обламывали мелкие ветки. Б. Илгыш. Ула-кайăк тилĕ сăмаххине итлесе пĕр юман туратти татса антарчĕ, тет. Дятел послушался лисицы и сломил для нее дубовую ветвь. Якей. Эпĕр çырта (с’ирда) полă тытса çӳренĕ чох çӳлте тăракан ачасам пирĕн çия çĕр йăттарса антарчĕç. Когда мы ловили в речке рыбу, то ребята, стоявшие над нами на берегу, обрушили на нас берег. Ib. Атьăр, ачасам, она кăмака çинчен тортса антарар. Давайте, ребята, стащим его с печи. Ib. Хорсене калча (кал’џ̌а) çинчен çырмаялла хуса антартăмăр. Мы согнали гусей со всходов в овраг. Ib. Хăма çине прах ларса толнă, шăлса антарас полать. На полке много пыли, надо ее смести.

кайса лар

пойти (полететь) и сесть. Б. Нигыши. Ула кайăк пĕр карчăк пуçĕ çине вĕççе кайса ларчĕ, тет.

каклат

издавать звук «как». КС. Хура-куракпа чана каклатаççĕ (крик). Вомбу-к. Хур каклатать. Собр. Ула-курак каклата пуçласан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. id.

какак

подр. гоготанию гуся и крику курицы, когда она ростится. Алших. † Пус кутĕнчи ула хур, какак! тесе кăшкăрат. Урмай. † Какак-какак мур чăххи йăви тĕлне каламасть. || СТИК. Янших. Какак — гусь (детск. сл.).

караплă

(караплы̆), то же, что караппал. Чертаг. Караплă, назв. хищной птицы (хурсем тытать). Питушк. Караплă — орел (ула), мăнттай (большой).

карăклат

каркать (о вороне). Собр. Çурт-мĕн çине çăхан ларса карăклатсассăн, лайăх мар, теççĕ. Т. П. Пĕр-пĕр çыннăн авăн-йăвăççи çине малалла ларса çăхан караклатсан, çыннăн пурнăçĕ малалла каят, теççĕ; кай еннелле пăхса карăклатсан, вăл çыннăн пурнăçĕ малла (так!) каймаст, теççĕ. Чув. пр. о пог. 241. Ула-курак çиле хирĕç ларса карăклатсан (если ворона усиленно каркает)...

карт

(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).

катти

неизв. сл. Тайба-Т. † Катти, катти каттипе, ула лаша сиккипе, уçăм пусăм хĕррипе. Ай-хай, ача çавă пур, Кушка çулĕпе сиккипе. Кĕвĕсем. Катти, катти катипе, ула лаша сиккипе. Ай-хай ача, Татьяна, Киштек çулпе сиккипе. (Тухса кайнă хĕре мăшкăлаççĕ).

кика

то же, что кик-кик-кик. (описка?). N. † Кĕпер çинче ула хур, кика! тесе кăшкăрать.

кикак

(-гак), подр. гусиному крику. Синьял. † Пĕр килкарти шап-шур хур, кикак! текен пĕр хур çук. Чураль-к. Атăл кукри аллă кукăр, кукрисемĕн кăвакал, кикак текен пĕри те çук, ашшĕ-амăшсем çук курнать. Сала 120. Пус кутĕнчи ула хур, кикак! тесе, кăшкăрать.

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

Кирула

(-р’ула), хр. имя мужч., Кирилл. Б. Олг.

кулясчи

гуляка? Правопис. сомн. Н. Лебеж. † Хула çулĕ мăн аслă çул, тусан тăрать ула юпа пек. Çав тусанăн, ай-хай, хыçĕнче труйкка чаплă утсем килеççĕ. Çамрăк кулясчи ларса килет.

купик

неизв. сл. в загадке. Яргуньк. Ик, чак чăмăртак, ула мăйлă купик. (Арлан). Правоп. сомн.

ула-курак

ворона. Нюш-к. Ула-курак краклатат. Шурăм-п. № 3. Ула-курак кăшкăрсан (курак! тет пулсан), час çăмăр пулат. Ст. Шаймурз. Ула-курак умна ларса кăшкăрсассăн, хыпар килет, тет.

ӳле

(ӳл'э), выть. См. ула. Бгтр. Йытă ӳлесен, хойăх полать (случится беда). Орбаш. Унтан хай упасем ӳлеме тапратнă; хĕрĕ вĕсене апат панă та, вĕсем чарăннă. Вурман-к. Тул çутăлсан, хуçисем хăнаран тавăрăнчĕç те, çурчĕсем çунса петнине курсан, питĕ хытă ӳлесе макăрчĕç.

ен

(jэн'), сторона (склоняется только с афф. 3-го л.). N. Унăн икĕ енĕпе вăрман. По двум сторонам его лес. Т. М. Матв. Пĕр енче хир, тепĕр енче вăрман. (Кĕрĕк). Регули 1148. Хола енчен килчĕ. Прибыл со стороны города. Чхĕйп. Шырланăн (промоина) ял енчи хĕрне (край). Регули 1150. Ман ен(н)е пăх, конталла. Смотри в мою сторону. М. Васильев. А, вăл енне кайсассăн, ан ти! ая кĕрес çук. Собр. 429°. † Ай мулла, Ярмулла! Ярмулларан сăра илтĕм, пĕр енĕн чусĕ çук. (Искаженная п.). Бюрг. † Эпирех те каяс çулсем çинче икĕ енĕпеленех канавлă. По обеим сторонам дороги, по которой мы должны ехать, канавы. Орау. Енне-енне виçшерĕн тăраççĕ. Становятся по трое на каждую сторону. Юрк. † Енне-енне вуникĕ кусуй чӳрече кастарчĕ. По обеим сторонам вырубил по 12 окон. Сред. Юм. Енчен-енне тайкаланса пырать. Качается из стороны в сторону. || Бок. N. Эп сулахай енне выртсан, çывăримастăп. Мне нельзя (я не могу) спать на левом боку. Шибач. Пирĕн кин, тет, ача турĕ, тет; пĕр енĕ хĕвел, тет, пĕр енĕ ойăх, тет. Хыпар № 8, 1906. Енчи хĕррисене (аяккисене) шывлă тăмпа сĕрсе якатас пулать. Края боков нужно сгладить, обмазав мокрой глиной. || Календ. 1907. Икĕ енни тавлашнă чух, председатель вĕсене килĕшме ӳкĕтлет. При споре двух сторон председатель старается примирить их. Ст. Чек. Пуçма-пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман. Поменялись без всякой придачи (баш-на-баш), ни одна из сторон не дала придачи. || Сторона села; страна N. † Ула кĕсрен тыйхине хăях утă та йорĕ-чĕ; çакă ен хĕрсене мăк сухал та йорĕ-ччĕ. N. Пирĕн еннереххисем. Те из них, которые находятся (живут) ближе к нам, в нашей стороне. Регули 1151. Хăйсем ен(н)е каяççĕ. Отправляются в свой край. Альш. Çĕрпӳ енчисем эпир. Мы со стороны Цивильска (наша родина около Цивильска). О сохр. здор. Хале ĕнтĕ эпир хамăр пурăнакан енчи çимелли япаласем мĕнлине, хăшĕ кирлине пурне те пĕлтĕмĕр. || Отношение, Hinsicht. Ст. Чек. Вăл енчен калама çук. В этом отношении и говорить нечего. Хыпар № 33, 1906. Вĕренес енчен те тĕлĕнмелле вĕренеймеççĕ. В отношении учения они тоже не очень-то успевают. Беседа чув. 7. Христос тĕнĕ енĕпе тутарсем ун чĕрине пит ыраттарса пурăннă. Чет. пути. Халĕ ĕнтĕ Америкари çынсем епле пуян, пур енчен те (во всех отношениях) малтан пыраççĕ. Истор. церк. Ĕненекенсен хушшинче пĕр енчен те йĕрке пулман. || В значении послелога. Чума. Çавăнтан кайран вара çын е вилес енелле каять, е сывала пуçлать. Хыпар № 31-2, 1906. Вăл татах пăлхану енне шухăшлĕ. Псалт. 48,5. Юмахпа каланă енне хăлхама чикĕп, вăл юмаха псалтир каласа ăнлантарăп. Сборн. мол. Вăл ман енне хăлхине чикрĕ, ĕнтĕ хам кун-çулăмра ăна чĕнĕп. Регули 1149. Хĕвел ен(н)е çавăрăнчĕ. Обернулся (лицом) к солнцу. Сред. Юм. Кĕр енне кайсан (к осени) çанталăк сивĕтет вара. Синерь. Ир енне. К утру. Макка 110. Пирĕнтен хĕвел-тухĕçĕпе çур-çĕр енче. От нас на северо-восток. IЬ. 72°. Ялăн çур-çĕр енче. К северу от деревни. Альш. Качча кайсан, ачу-пăчупалан вăл еннелле пăхма вăхăт çук вара унта (когда пойдут дети некогда будет этим заниматься). IЬ. Турă енне те ытларах (больше) шухăшлаççĕ. IЬ. Чăп ĕç çыннисем чăвашăн авланса, качча кайнисенчен пуçласа ватталла çывăхарнисем таранччен. Вĕсем лешсем пек ял сутне кĕмеççĕ, лешсем пек юмăçĕ-вĕрӳçĕ енчех лармаççĕ. || В чувашизмах. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесен (тăва пĕлмен енне) ăна та кăна та шухăшласа пăхаççĕ, чăвашсем вилменнине кура вăсенĕн тĕнне кĕрсе чăваша тухма та шухăшлаççĕ. П.П.Т. Вăсем аптранă енне (не зная, что делать) ак епле тунă... Сир. 113. Чун тарăхнă енне ӳпкелешем пĕреххут. Буду жаловаться в горести души моей. Ч.С. Эпĕ вара ним тăвайман енне (не зная, что делать), хупаха кайса лартăм. Баран. 28. Çи-халĕ ăна, çавăнтах шăлă шанса кайĕ, тесе пырать, тет, нимĕн тăвайман енне. Ч.С. Вăл унта, нимĕн тăвайман енне, вут çуннă тĕле сăхманĕпе витнĕ. Альш. Микулĕ каланă: çапла çав, вăл пуяс енне чукун та юр çинчех пĕçерет тенĕ. N. Аптăранă енне ним калама пĕлмесĕр суеçтертĕм. Хыпар № 37, 1906. Хресченсем хăш тĕлте, аптăранă еннипе: куланай параймастпăр, тесе, приговорсем çыра пуçларĕç. || Страница. КС. Икĕ енне те вуласа тухрăм. См. пит.

ерт

понуд. ф. от ер. Собр. Ула-куракпа чакак тус пулĕç, хура-курака ертмĕç, теççĕ. Ворона с сорокой будут друзьями, но грача в свою компанию не возьмут. (Послов). Юрк. Таса мар алă-шăлли куçа чир анчах ертсе тăрат (заражает). Симб. Ваççук ятлă юлташ хăйсен кӳршинне кишĕр вăрлама ертсе карĕ (повел меня). О заступл. Тарçă вĕсене ертнĕ те, вăрмана илсе тухса кайнă (повел их). N. Вăл хăйпе пĕрле арăмне тата хăй хурăнташне ертрĕ те, кĕреçесем илсе, çарана кайрĕ. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ (= кĕтĕвĕ) тохса кайнă чохне, хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм (пустил в стадо). Орау. Пĕре мулча (мул'џ̌а) кĕрсе ертсе килнĕ-ччĕ (притащил), унтанпа пыйтă тавраш курман. Сиктер. Лаша хыççăн (за лошадью) тиха ертме парăсăн-ччĕ. (Моленье). Альш. Пĕр вырăспа ертсе ярать вĕсене. Сир. 169. Хăй вĕсене мачча çине ертсе улăхнă (проводила их на чердак). || Заставить бегать за собою (о животных и человеке). N. Вăкăр ĕне хыççăн чупать, пашпăртне валать (odoratur pudenda); пирĕн ĕне вăкăр ертнĕ (хăй хыççăн чуптарать). Орау. Пирĕн ĕне ертет нихак-ха, слав пух. IЬ. Ĕне ертни (со времени случки) пĕр-ик ĕрне пур нихак ĕнтĕ. Якейк. Çак хăтайăн хĕрĕ пор, ялта ертмен ача çок (в непристойном см.). Кан. 1927, № 234. Ĕне пĕтĕ е хĕсĕррине вăкăр ертни виçĕ эрне иртсен тин пĕлме пулать. IЬ. Вăкăр ертичченхин пек мар, лăпкă çӳреме пуçлать.

юлташлан

дружиться, сходиться. Яргуньк. Пĕрре тилĕпе ула-кайăк юлташланчĕç, тет. Чт. по пчеловод. Темиçен пĕрлешсе (юлташланса), пĕрле ĕçлемелле. Сказки и пред. чув. 51. Урам тăрăх каччăсем юлташланса утаççĕ.

юмăç-карчăк

юмăç карчăкĕ, (-ы̆к), старуха йомзя. КС. Юмăç карчăк (вин. п. юмăç карчăка). М. Васильев. Мулларан урăх (кроме жрецов) кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем, çын чирлесен, чӳксем тунă, арçӳрисене çăкăр тураса пăрахнă, тухса, киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр-пĕр япала илнĕ. Ч.С. Юмăç карчăк юмăç пăхрĕ, тет те: акă кăна хума юрать, ку ята хурсан, сирĕн ачăр телейлĕ пулмалла, тенĕ. IЬ. Хай анне Натаси(?) ятлă юмăç карчăк патне кайрĕ. Анчах Натаси карчăк йӳмăçне пăхса яман, мĕншĕн тесен ун чухне чăхăсем кашта çине ларнă. Орау. Юмăç карчăк пек хампа хам калаçап. Разговариваю сам с собою, точно ёмзя. Собр. 233. Пĕр-пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ, хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларать те, тути патне еççе, тута тавра çавăркаласа, çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан, урăх киремет тытнă, теççĕ. Вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманна чӳклеççĕ. Шăмат-кун пасара пĕр-икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илме парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак (с «ĕ») чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна пăрахаççĕ. Вырсарни-кун çитсессĕн, ир ирех, киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне, турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе, чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çысассăн: киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата турлетеççĕ. Ч.С. Çапла чирлесессĕн, анне ун патне ăна пăхтарма пĕр юмăç карчăкне илсе килчĕ. Изванк. Пĕр юмăç карчăкĕ ват чăха мăйĕнчен тытса: эсĕ урăх чун ан шыра, мĕн панине ил; эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн; мĕн тăвас, ним тума та çук; сана эпир ирĕксĕр вĕлермен, турă çапла тунă, эпир хамăр та ĕмĕрех пурнас çук, вилмелле, тесе, чăха пуса пăрахса, утса ячĕ (Поминки).

юншахлан

тосковать? Бур. † Хура чĕкеç мăйĕсем шурă ула, мĕншĕн юншахланат-ши вăл çура? Юншахланмăччĕ-çке (= юншахланмĕ-ччĕ-çке) вăл çура, савнă йăви юлат аякка.

лав

воз; подвода. См. ăлав. Изамб. Т. Пĕрре çапла манăн сар лаша лавĕ сулăнка кайрĕ. Ib. Хĕр япали лавĕ, воз с приданым невесты. Чуратч. Ц. Ĕçтерсе çитерсен, пĕр лав çăнăх парса ăсатса ячĕç, тет. Ib. Вара, вăсене лав çине тĕяса, шăналăкпа çыхса, лашисене кăларса ячĕç, тет. Тогаево. Вăлсене те илме лавсем килнĕ (приехали подводы). Орау. Лав çинчен (с воза) илес, унта йӳнĕрех, ахаль çĕртре, лапкасенче хаклă ыйтаççĕ. Тет. Лаву çине ларт-ха! Посади-ка меня на воз! (воз был с хворостом). СКАЗЗ 48. Икĕ лав çулпа килеç. Проезжали той дорогой две подводы. N. Пĕр лав утă илсе кил. Привези воз сена. Кан. Лав шыракан кашни кунах пур. Каждый день бывают люди, ищущие подводы (ямщика). Ib. Лав хакне калама çук хăпартса янă (страшно подняли цену за провоз). Сам. 75. Ирĕксерех ахлатса лавĕ умпе (= умĕпе) пымалла. Конст. чăв. Ирхине тăрсанах, япаласене тинĕс хĕрне турттарса кайма лав тытрăмăр (наняли подводу). Турх. Унта вăл пĕр пысăк лав вут каснă (дрова). N. Ула лаша лавра. ТММ. Начар арман лава нумай тытат. N. Виçĕ пăтлă миххине лав çине илсе хурсан, кайăпăр. Капк. Лава пынă çынсем те, ним тума аптăраса, ятлаçаççĕ. Ӳсĕрсене кĕтесшĕн мар. Кан. Выçлăх çул. Элĕкрен виçĕ лав сĕлĕ турттарса килчĕ. Ib. Тухса çӳреме пирĕн лашасем çук; ялсенче лавсем памаççĕ (не дают подвод). || Мирская подводная повинность. Сред. Юм. Лав картни, отметка об исполнении общественной подводной повинности. Икково. Лашасам порте лавра. Все лошади в разгоне.

лак

лак. П. Патт. 18. Çăмăрĕ унăн, лакпа туртнă пек, яп-яка ула çурăмĕ çинче вĕтĕртетсе тăнă.

лаплаттар

хлопать, бить, ударить. КС. Шыва ал лаппипе лаплаттарчĕ (шаплаттарчĕ). Юрк. Тăрсан-тăрсан, чăмăрĕпе сĕтел çине лаплăттара пере пуçлат. N. Çурăмран лаплаттарчĕ (ладонью, сильно). См. лăпка, лăплаттар. Чуратч. Ц. Çаксене тăм чăмăрккалать, тет те, тăмпа лаплаттарать, тет. Чăв. юм. 1919, 18. Ак хайхи ула-курак лаплаттарса веçсе пырать. Абаш. (Чеб. р.). Ора шоçса, лаплаттарса шыва ӳкрĕм (шлепнулся в воду). || Шлепать (напр., итти в широких лаптях). N. Лаплаттарса карĕ. || Наваракать. N. Çыру çырчĕ-çырчĕ те, лаплаттарса алă пусса хучĕ. Писал, писал письмо, и наваракал подпись. || Ст. Чек. Лаплаттарат (тип çăкăр). Уплетает (сухой хлеб). || Абаш. Лаплаттарса порнаççĕ (не обращая внимания ни на что, вольно, по-своему; живут так себе, разгильдяем).

лĕпĕ

(лэ̆бэ̆, лӧ̆бӧ̆), бабочка. (Служит наживкой на удочку для чечони). Б. Аккоз. СПВВ. ТА. Лĕпĕ = лĕпĕш. В. Олг.: лӧ̆бӧ̆. Кубово. Упа лĕппи, сар лĕпĕ, кăвак лĕпĕ, шур лĕпĕ, хĕрлĕ лĕпĕ, ула лĕпĕ. В. Олг. Опа лĕппи, ночная бабочка. ||„Насекомое [т. е. особые паразиты] около легких больных животных (овец)“. Имен. Лĕпĕ — сурăх аш чирĕ („на легких и печени бывают водянистые шарики“). Орау. Лĕпĕ (сурăх чирĕ) йĕрсен, сурăхсен чĕрисем хуртланаççĕ (сердца червивеют). СПВВ. НН. Лĕпĕ — выльăх ӳпки пĕвер хушшинче таракан пек чунлă пулать. КС. Лĕпĕ — животное (паразит), появляющееся на легких; похоже на маленькую бабочку; пораженная овца чахнет и умирает.

макăр

(магы̆р), плакать, рыдать, {{anchor|DdeLink24721091272258}} „реветь“. Беседы. Çапла каласанах, вăл макăрса яра панă, вара пĕтĕм çул тăрăшшипе макăрса, уласа пынă. N. Мана курсаннах, вĕсем пурте макăрса ячĕç (заплакали). ЧС. Анне куçне те уçимаçт — макрать. Тогаево. Эпир он патне çитрĕмĕр те, вăл пире корса, хĕпĕртесе, макăрса яра пачĕ. Чураль-к. Кайнă чух макăрса каять, килнĕ чух хăсса килет. (Витрепе шыв патне кайни). Регули 227. Старик макра-макра (с плачем) исе карĕ. Ib. 263. Макăрмасăр каларĕ. Ib. 151. Макăрнăран он куçĕ хĕрелне. N. Йăван макăра-макăрах (со слезами; по построению срв. хăра-хăрах) шăтăк патне (к могиле) кайнă. Шинар-п. Пирĕн аппасем макра-макра япаласем çуртран калараççĕ. Б. Хирлепы. † Якку еркĕн-çичĕ еркĕн, çичĕ еркĕн те хыт макрать. N. Кăшкăрса макрать, çуйăхса макрать (тонко, пронзительно, о женщине и ребенке); уласа макрать, ĕсеклесе макрать; вилес пек макрать (самый сильный плач). || Мычать, блеять. Изамб. Т. Ĕне, сурăх, качака макăрать, вăкăр мĕкĕрет. N. Сурăх, качака макăрать. Сред. Юм. Ĕне макрать, сôрăх макрать. Синьял. Çеçен хирте ула ĕне макăрса çӳрет. (Тĕклĕ-тура). || Квакать. Альш. † Шурта шапа макăрат, хирте çĕлен шăхăрат. С. Тим. † Шурта шапа макăрат, пĕтĕм шура ян ярат. || Каркать. Чув. пр. о пог. 248. Ула курак хĕвел тухăçĕ енелле пăхса макăрсан.. (если ворона каркает, смотря на восток...). Собр. Чашкă айĕнче чакак макрать. (Лаша ури айĕнчи юр). || Мяукать (кошка). || Выть. Б. Ильгыши. Йăтă хырăмĕ выçнипа вăрман тăрăх макăрса çӳренĕ, тет. С. Айб. † Çӳл ту çинче сăсар макăрать, тин çуралнă ача сасси пек. || Скулить (о собаке). В. Олг., КС. || О пчелиной матке. Торх. Ама макрать (макрат'). Матка поёт (сидя в маточнике; она уже созрела и готова к выходу из маточника). АПП. † Хурт ами макрать, ай, пыл çукран. || Скрипеть (о телеге). Собр. Урапана çу сĕрмесен, макрат, теççĕ. (Послов.).

малти ампар

„передний амбар, клеть“, около избы. КАЯ. Атте, витене кайса, хайхи ула тьыхана çавăртса (= çавăтса) тухрĕ те, малти ампар патне илсе пычĕ.

мамала

неизв. сл. в загадке. С.-Устье. Хуч (так!) хучала, хучала, хучала варĕнче мамала. (Купăста пуçĕ). Коракыш. Хут (так!) хучала, хучала, хучала вари мамала, мамала урлă вар(,) урлă-пирлĕ йĕс кĕлер. (Ула-кайăк).

мерченлĕ

(-лэ̆), с кораллами. N. † Атăл хĕрринче ула (надо аллă?) хур, аллăшĕ те кайăк хур; çунат вĕçĕсем мерченлĕ.

михĕ

(миh’э̆), мешок. Изамб. Т. Михĕ çăварне салтнă кăна (т. е. женщина еще только начала родить). БАБ. Михала михĕ çинче, ула-кайăк пăх çинче. (Насмешка над им. Михаил). N. Кивĕ михĕсемпе çăкăр янтăласа хунă. СКАЗЗ 43. Каç пулсан, ку сухарисене ик миххе тултарчĕç. Ib. Хăй (он) михĕ ăшне кĕрсе ларчĕ. Ib. Иван сиксе тухрĕ михĕрен.

мур

мор, повальная болезнь (на людей и на скот). N. Çав ярмăркка вăхăтĕнче хулара çын мурĕ тухнă. Собр. 229. Мур килсессĕн, ĕне картине икĕ чĕрес сĕтпе лартса, çынин пĕр-пĕр çĕре çӳле ларсан, мур нимĕн тумасăрах каят, теççĕ. Янш.-Норв. Вĕсем: выльăх мурĕпе çын мурĕ этем пулса çӳрет, теççĕ; çав мур вара, çын вĕлерес чухне, кашни килти çынсене шутласа çӳрет те, ячĕсене хут çине çырса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Этем мурĕ киле пуçласан, ак çапла тăваççĕ: ялти хĕрарăмсем (кашни килĕрен пĕрер), хăйсем туртса, çуран, ял тавра ака туса çаврăнаççĕ. Ака-пуç тытаканни арçын пулать. Вăл çын пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр ывăлĕ анчах пулать. Ака хăвалаканни пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулать. Çапла ака туса ял тавра çаврăннă чух ака туртаканнисем пурте хĕрарăм пулать. Арçынсем вăл вăхăтра пурте ялта пулаççĕ. Ака туни тул енне юлмаççĕ; тул енне юлсан, вăл çын мурпа вилет, теççĕ. Хĕрарăмсем ака тунă чух çара уран, çара-пуç пулаççĕ. Тата вĕсем ака туса çаврăннă чух мелкесем (помелья), турчăкасем (кочерги) йăтса пыраççĕ. Хирте пĕр-пĕр çын е выльăх пулсан, ăна, мелкепе тӳпелесе, кӳртсе яраççĕ ялалла. Ял тавра çаврăнса çитсен, кашни çынна, çĕр айĕнчен кăларса, ĕнсине хĕç (сабля) тăршипе сĕрсе яраççĕ, тата кутĕнчен йĕплĕ-хулăпа (шиповником) çапаççĕ. Çакăнтах йăвăçран вут кăларса, çав вут урлă каçаççĕ. Çапла тусан, мур (холера) лекмеç, теççĕ. Орау. Мур çулĕ килчĕ пулĕ кăçал, темскер выльăхсем виле пуçларĕç. N. Лаша мурĕ, ĕне мурĕ. || Çамр. Хр. Маншăн ун чухне хуть те мур пултăр, эпĕ нимĕн ăнланми пулнă та, анне чĕнсе пынă мур пупне, тет (для меня тогда хоть чорт знает что будь, я тогда ничего не понимал). ЧС. Эй мур илмен япала! (ругательство). Шел. II. 60. Çынран юличчен муртан юл, теççĕ. И. Якушк. Кайса килем-и-мĕн мурĕ! Сходить, что-ли, шут его дери! N. Сана кантура чĕнеççĕ. Мĕн мурĕ тата? (на кой ещё чорт?). N. † Путене таппи хутăм та, карăш мурĕ (шут его дери!) çакланчĕ! КС. Мунчара-и, мур-и çав. В бане, что-ли, или где-то в этом роде. Йӳç. такăнт. 17. Таçтан муртан тухрĕ карт тытасси. КС. Çтан, муртан тупса парам-и эп сана? Откуда мне тебе взять-то. Ib. Сана, мур пуçне, тахçанах ăшăтса илмелле те-ха! Давно бы тебя надо вздуть (отколотить)! Ib. Çтан муртан пурне пĕлсе çитереççĕ! Как это они все узнают! Ib. Ăна, мура кам тăрантарса çитермелле! Ib. Çта мура хучĕç? Куда они к шуту положили? Орау. Ах мур, кăнтăрла çитет паян! Ку шатунпа кăнтăрлаччен киле çитеймастăп пулат-и-ха... Ib. ЬIвăлĕ мĕн ятлă-ха? — Мур ятлă, кам пĕлет! (чорт знает. как его зовут). Ib. Майра ан килтĕр, мур! Как бы, чорт возьми, не пришла баба! N. Эй мур, тĕсе калать, тет, лашине, ман пуçа çимели кăна, тесе калать, тет. КС. Мĕн мур-ши ку? Что это за штука? ПВЧ. Мĕн мур тăван унпала? „Что она тебе далась“? (т. е. на что она тебе?). Кан. Пĕр çынна, тем мурĕшĕн (чорт знает, почему), ула качака теççĕ. ПТТ. Çумăр çумасан, ачасене ватăсем: çумăр çумас ĕнтĕ, çав мур Петĕркке шăтăкне кайса ярăр-хă (т. е. воды), теççĕ. Орау. Мур ачи (кушакки, лаши, ĕни, пурчĕ, пуçĕ и пр.)! Ib. Мур ачи! — кунĕпе те киле таврăнмасть! Мур пуçĕ, таккулăхах çапрĕ! Мур ĕни сĕт пами пулчĕ! Мур пӳрчĕ сив пулать. Мур пуçа таçта тухса сĕтĕрĕнчĕ ĕнтĕ! Ib. Мур ачи! Негодный ребенок! См. патак. Ст. Чек. Мурта çӳрет! (= таçта, т. е. шляется чорт знает где). В. Олг. Мора! вырттăр-и! (пусть лежит). Ib. Е, мора! апла марччă, капла туас мĕн, тет. КС. Пирĕн мур ĕни сĕт хăварчĕ (перестала доить). Ib. Мĕн мурĕ ятлăччĕ-ха? Как бишь это его зовут?! Ib. Мĕн мур тăван çăвна? Зачем он тебе нужен? Чураль-к. † Ати упи мур (шур?) упи, тăкăлт-тăкăлт сиккелет, сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Яд. Альш. Мур çисе вилнĕ. Отравился. || Оборотень, разбрасывающий, распространяющий повальную болезнь. Собр. Мура лайăх çынах каять, тет. Е арçын, е хĕрарăм мур пулса каять, тет. Çав мура каякан çын. Çĕрле, çын шăплансан, вырăн çинчен тăрса, кĕпи-йĕмне хывса, пытарса хурать, тет те, хăй вара, выртса, йăванса, хĕп хĕрлĕ йытă пулса, мура каять, тет. Вăл вара, выльăхсам картине кайса, миçе выльăх вилмеллине карт картаççĕ, тĕт. Муртан хăтăлас тесен, выльăх картине сĕтсем çакса яраççĕ. Сĕтсене мурсам çисен: кусам пире лайăх пăхаççĕ, кусене тивес мар, тесе калаççĕ, тет. Çапла вара ĕнесем вилмесĕр юлаççĕ, тет. Лайăх пăхманнине, çилленсе, пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерет, тет. Каçхине çапла çӳресен, тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать, теççĕ. Мура юмăç карчăкки пулса каят, теççĕ, вăл ак çапла пулат, теççĕ: тăват çынна пĕр кунтах юмăç пăхса ярсассăн, тула тухса, макăрса йăванат, тет те, шур йăтă пулса, мура каят, тет. Чăн первей вăл хăй юратман яла кайса, пĕр уй хĕрĕнчи çынăн ĕне картине кĕрсе, хуçи пыраччен ларат, теççĕ; хуçи пырсан, çăккăр татĕк (= татăкĕ) пăрахса памасан, ĕнине çиччас вĕлерет; çăккăр татĕк пăрахса парсан, унăнне нимĕнне те тивмест, анчах, ун çумĕнчи çын патне кайса, ун ĕнине вĕлерет, теççĕ. Вăл çын: мур килеччен, чаччас ĕнине суса, сĕтне пĕр-пĕр çĕре çӳле пытарса лартсассăн, мур вара ун ĕнине тупимаст, теççĕ. Мурĕ тата ун çумĕнчи çынăнне кайса вĕлерет, унтан тата тепринĕнне; çапла пур ялăнне вĕлерсе пĕтерет, теççĕ. ЧС. Мура пирĕн чăвашсем акă мĕн тесе ĕненеççĕ: мур çын — çын пекех, пĕре анчах мар, — вĕсенчен хăши асли, хăши кĕçĕнни пулать; вĕсем пурăнассине пĕр-пĕр пысăк шыв çинче, кĕпер айĕнче пурăнаççĕ. Этем мурĕ пулас пулсан, асли хăй каят; выльăх мурĕ е вĕçен кайăк мурĕ пулас пулсан, асли кĕçĕннисене хушса ярать; анчах шутсăр пĕрне те вĕлерме юрамаст, мĕн чухлĕ вĕлерессине хăй хушса ярат, теççĕ. Мур теминçе тĕслĕ пулма та пултарать: çын пек те пулать, ыйăтă (так!) пек те, кушак пек те, ытти выльăх тĕслĕ те пулать, теççĕ. Хăш ялта мур пулмалла, мур çав яла пырать те, çын пулса, пĕр-пĕр пуян çын патне хваттере кĕрсе выртать. Пуян çын ăна лайăх ĕçтерсе çитерсен, ун выльăхне вĕлермесĕрех хаваратт. Мур ялта вĕлерсе çӳрен-çӳрен (надо: çӳресен-çӳресен), ыйă(тă) пулса, яллаях çав çын килне кĕрсе выльăхсем хушшине кĕрсе выртать. Хуçи ăна мур иккенне сисет те, кашни кун пăтă пĕçерсе, картана çакать; мур ăна кашни çĕр çиет. Вара çав çыннăн темĕн чухлĕ выльăх пулсан та, хăтăлса юлать, теççĕ. || В. Олг. Мор вĕлерсе кайманскер! (Брань). СТИК. Мур тыттăр! Ну его к чорту! Ст. Чек. Мур курнă. „Видел человека, рассылающего болезнь“. Ib. Мур – человек, рассылающий, разбрасывающий болезнь. См. Магн. М. 223. || Рак, çăкăр мурĕ (дармоед), ахаль çисе выртать çав! Йӳç. такăнт. 13. Ак кăçатпа шаплаттарсан (вот я шлёпну тебя валенком!)... Мур илешшĕ!

мăк сухал

густая шерстистая борода. N. † Пирĕн йысна пулассине тапрĕ тухрĕ мăк сухал. || Бородач (перезрелый парень). N. † Ула кĕсрен тыйхине (= тьыхине) хăях утă та йорĕччĕ; çакă ен хĕрĕсене мăк сухал та йорĕччĕ. Трхбл. Эй, мăк сухал!

мăш-маш

подр. порывистому дыханию. Ау 14. Ак пĕр ула пычĕ, тет те, мăш-маш туса сывлакаласа тăрат, тет. || Сред. Юм. Ах тор, ăсĕн килинче пôрнасси: пĕр-пĕринпе мăш-маш! çиç тăваççĕ (живут не в ладу). || N. Пит сывă юлатăп, мăш-маш пулман-ха, пушкарап-ха.

йăкăр

(jы̆гы̆р), подр. быстрому движению. Изамб. Т. Йăкăр-йăкăр чупса çӳрет. Бегает быстро и мелкими шажками. Б. Хирлепы. † Çакă Чемей хĕрĕсем, йăкăр-йăкăр вăрмана. Якейк. † Çакă ялăн хĕрĕсем йăкăр-йăкăр çирлая, çăпата пуçĕ хĕп-хĕрлĕ. Зап. ВНО. † Çĕн çăпата тăхăнтăм йăкăр-йăкăр утмашкăн. Ib. † Иăкăр-йăкăр утакан пурте сар хĕр пулмасть вăл. Ib. Йăкăр-йăкăр пасара симĕс чалка (?) илмешкĕн. N. Майри янă, тет, аллисене тытса, йăкăр-йăкăр-кăна шуса çӳрет, тет, урайĕнче (пляшет мелкими шажками). Сказки и пред. чув. 51. Иăкăр-йăкăр хĕр утать. Бгтр. † Иăкăр-йăкăр Пăраски, кăвак çеçки Настаççи. СТИК. Йăкăр-йăкăр! (Говорят посторонние люди, когда они нападают на кучу кознов с целыо взять их себе). Тораево. Йăкăр йăкăр пасара ула-пиççи илмешкĕн, Иван вали хатьăрлама.

йăт

(jы̆т), поднимать, носить, таскать, положить на себя и нести. ЙӨН. Таканапа шу йăтаççĕ, витре ăшĕнче пуç çăваççĕ. СЧЧ. Мирон пичче хай йĕрĕх пĕрнине илчĕ те, пахчаналла йăтса кайрĕ (понес). Ч.С. Çынсем хăшĕ чĕрес, витре, касмăк çĕкленĕ те, шыв йăтаççĕ (таскают воду). Ала 55. Йăтсан-йăтсан, манăн кĕлетре нимĕн те юлмаþ (я перетаскал все). Орау. Ула-кураксам йăва çавăрма хулăсам йăтаççĕ. Вороны таскают прутья для гнезда. N. Анна вут йăтма кайнă. Анна пошла таскать дрова. N. Ачана йăтнă ― пырать. Несет ребенка. М. Кукшум. Пирĕн те вут йăтас, çын янтипех ăшăнса выртас мар пăрмаях. Шимер-Пось. Вĕсем ахаль пыман-мĕн, çăварĕсемпе пылчăк йăтса пынă (таскали во рту грязь). Упа. Çак упа тус пирĕн пуçне йăтса пăхать (поднимает голову) ― хыр йăвăсĕ çинче вĕлле çакăнса тăра парать. Якейк. Йăтиман нумай йăтнă, тет. (Послов.). Курм. Вăл кĕнекесене пасарта, тата ялсенче йăтса çӳресе сутать-чĕç. N. Ĕлкĕрмен-и-хă? ― Ĕлкĕрнĕ; йăтса кĕреп ĕнтĕ. Разве не готово? ― Готово, сейчас внесу. Сюгал-Яуш. Вара пулăсене йăтрăм та (положил на себя), киле кайрăм. N. Йăтса пыр, нести, тащить. N. Йăтса çитер, донести куда. Орау. Хăшĕ хĕрне йăтса çӳременни анчах. Иная готова дочь свою носить на руках, т. е. очень балует ее. Чаду-к. Кайран вара саккăрăн яла йăтса хăпарчĕç. Çĕнтерчĕ 29. Тулла шăтăка йăтса пăрах. Сл. Кузьм. 66. Вăл тинĕс хĕрринчен темĕн тĕрлĕ чăнкă ту çине михĕпе тулă йăтнă (таскал мешки с пшеницей). Взять что-либо, чаще ― тяжелое. Альш. Аслă ывăлĕ хăйрине (точило) йăтать, тет те, каять, тĕт, çӳреме. Шурăм-п. № 16. Хыйă йăтнă. Взяли лучину (лучинки) в руки. Ала 26. Мĕн тума (к чему) ун чухлĕ сухари йăтăрăн? (взял с собою). Шибач. Хоçи сенкĕ йăтрĕ (взял) те, чопрĕ хытă çав ачасам патне. || Добыть в изобилии. Якейк. Апи ĕнтĕ кăçал хăяр йăтса илĕ! [у тебя (говорит матери) нынче будет много огурцов]. ― Йăтса илес çок эп, лартмастăп та. Янтик. Ну, йăтрăмăр пулла. Ну, и наловили мы рыбы! (т. е. поймали много рыбы). || Выдерживать. Орау. Пăр хулăм шăннă ĕнтĕ, лашана та йăтать (выдерживает лошадь). Ч.П. Пилеш пиçсе çитнĕ чух, аври йăтса лараймасть. || Принимать (в картах). N. Йăтрăм. Я принял. || Обрушить. Срв. и ш. N. Уç! Уçмасан, йăтса антарап, тет. Он говорит: «Отвори, а то я разрушу (избу)» Синерь. Тапратрĕç, тет, вăрçма кашкăрпа вуникĕ мăйракалли вите (sic!) йăтса антарас пек. Чорт и волк принялись драться так, что казалось, что они обрушат конюшню.

йĕнер пускăçĕ

или йĕнер пускăчи, стремя. Ч. П., Рак. Образцы. Йĕс таканлă утсем йĕрри çинче йĕс йĕнер пускăчи çутти пур. Чăв.-к. Утланайнă утăр ула пултăр, йĕнер пускăчисем йĕс пултăр.

вир-ял

(вирjал), верховой (чувашин). || Вир-ялсам килчĕç. Ib. Пĕр вир-яла сутса ятăм (одному...). Ч. С. Пирĕн патра пĕрре, ака пĕтсен, ыйткаласа çӳрекен ик вир-ял карччăкки килсе кĕчĕç. Коракыш. Вити, вити вир-я(л)ла, арки вĕç(ç)и хăю(л)ла. (Алă-арман). БАБ. Вир-ял = вире-ял. Макка 120°. Вăл уяса (уезд) туллиех, ула йытă пĕвĕ пек, вир-ялпала хиртипе (см. анатри) ула-чăла тултарнă. Трхбл. Эй вир-ял! Ib. Ĕçе кутăн-пуçăн (шиворот-на-выворот) тăвакана вир-ял теççĕ. А. Турх. Вир-ял — чуваши б. Козмод., Ядр. и частью Чебокс. у. См. анатри.

витĕр

(видэ̆р), сквозь, насквось; через. Употребл. и как наречие. Вишн. 72. Çăмăр шывĕ, юр шывĕ çĕре аннă чухне, пĕр-пĕр витĕр каларман çĕр сийĕне(= сине), е чуллă çĕре, е çара тăмлă çĕре çитсен, чарăнать. Сред. Юм. Пĕр пилĕк çухрăма яхăн чухне çôмăр килсе пусрĕ те, иртсе каймарĕ, так çăмăр витĕрех килтĕмĕр. Янтик. † И, утар-и, утар-и, тутăр витĕр пăхар-и? Макка 53. Вăл вăрманта вăрă-хурахсем питĕ нумай пулнă, теччĕç. Витĕр тухнă тух, çыннисене вĕлерсе, лашисене вăрласа кайнă. Юрк. † Пирĕн савнă туссем мĕшĕн салху-ши? те çын витĕр сăмах илтнĕрен? Янтик. † Çакă Тимеш (Янтиковский) хĕрĕсем витĕр курнан шăрçа пек. Альш. Витĕр касса кĕрет çил. Пронизывает насквозь ветер. СПВВ. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухасе пек калаçнă. Он говорил так, как будто. Сред. Юм. Пит вастра мар-и ô? витĕр тохса каять вит ô (ловкий человек). Ст. Ганък. † Ула лаша, сарă лаша, пасар урамĕ витĕр (через весь базар) курăнать. Б. Нигыши. Ун хыçĕнчн кăркка аçи сикнĕ-тухнă та, кашкăра витрех (= витĕрех) хăваласа кайнă. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витĕр витерет. N. Пире çăмăр витĕрех йĕпетрĕ (насквозь промочил). Юрк. † Сарă çарăксенĕн хупписене сарайсем (навес) витĕр ывăтрăм. Стюх. † Чĕршĕ (?) кĕлет алăкне витĕр çурса касăпăр. Сред. Юм. Чôхăн пôрнать, тессине: ôнта витĕрех кôрнать-çке вара, теççĕ. С.-Устье. Касамачĕ витĕр кĕме сакăр алăк пулнă, тет. Урмай. Тепĕртак пурăнсан, (кăмака çине акнă пăрçа) пӳрт тăрринчи улăмне те шăтарса тухрĕ, тет, те, çӳлелле витрех (= витĕрех) çитĕнсе карĕ, тет (высоко, в высь). Яргунък. Йăван ули тенĕскер, Палламанăн хуçи сенкĕ йăтса пынине курсан: чăнах чиксе пăрахмах килет ку, тесе, тӳрех капан тăрринчен çĕре сикнĕ те, киле витĕрех (не останавливаясь) тарнă. Торп-к. Ывăлĕсем çĕнĕ çĕре витрех (витĕрех) тарнă, тет. Тип-Сир. Вăрманалла витрех (витĕрех) кайнă. Удалились далеко в глубь леса (в погоне за зайцем). Т. М. Матв. Вырнă чухне пĕрер выраканпа унăн каçалăкĕ хушшинчен тухсан: алă витĕр тухрĕ, теççĕ. Алă витĕр тухсан, каçалăк выракан аллине çурлапа касать, тет; çавăнпа алă витĕр тухма хушмаççĕ. Стюх. † Кантур тӳри витĕр (чрез посредство...) çыру килет, пирĕн куç-çульсене çав тăкать. || Совсем, определенно, окончательно. Норус. † Йăлтăр курнан хĕрсеме (= хĕрсене) витрех (витĕрех) парса ятăмăр. (Туй юрри). || Ясно. О сохр. здор. 91. Тăра-киле вара куç час ывăнакан пулса, таса, витĕр курми пулать. СТИК. Витĕр таса куçлă, с чистыми, ясными глазами. Ib. Унăн куçĕ витĕр курать (видят отчетливо). Собр. Куç-пуç витĕр мар çын турра курнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Витĕр курăнать. 1) Очень чист, прозрачен; 2) живет бедно. Арçури. Куçĕ витĕр мар пирки, пыран лаша курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет. Хыпар № 16, 1906. Тĕрĕс сăмахĕсене те вăр-вар çавăрса, витĕр татса (определенно) калаймаççĕ. Трахома. Вара вăл куç умĕнчи япаласене, пӳртсене, урампа иртсе пыракан çынна та витĕр курми пулать. Ч. С. Витĕртерех пĕлесшĕн, чтобы знать точнее, наверно. С. Коçăм пит витĕрех мар та (не зорки), ойăримарăм (не различил). || О сохр. здор. 53. Тутлă тулă чустинчен тунă апатсем витĕр пĕçернĕ пулсан (пропечены), часах çĕреççĕ (перевариваются). || Бойкий, дошлый. Хыпар № 42, 1906. Витĕртерех чиновниксем. Ib. № 7, 1906. Витерех мар хресçенсем те стражниксем кирлĕ мар; вĕсемшĕн ытлашши укçа пĕтермелле мар, теççĕ. Ib. № 36, 1906. Тата витĕртерех пулмĕ-ши? || Очень. СПВВ. Витĕр чипер. Ч. П. Хăшĕ витĕр чипер, вăл пире. || Очень громко. Альш. † Вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || На далекое расстояние. Коракыш. Хăй пысăк та мар, сасси таçта витрех (= витĕрех) илтĕнет. (Парапан). || Подробно, точно. Ч. С. Çимĕк хăçан çитнине, çимĕкре мĕн тунине (что делают) чăвашсем ачи-пăчи-мĕннипе витĕр пĕлсе тăраççĕ.

ву

во, (Моркар), он. См. вăл. Бигильд. Ву = вăл. Сала 75°. Ух! петра, кăтра ву! Синьял. † Ула сысна пулман ву, улах ачи пулнă ву. N. Ку таранчен ала (siс!) пăшал тытман, и. малала (siс!) та во пăшала тытас марччĕ. Эльбарус. Тавай, ик йĕмрен пĕрне çыхкаласа, шыва ярас: теппĕр, праххот пек юхса каять вара во, теппĕр. Ib. Ал-арманьпех çĕмĕрсе çитнĕ во.

ытлан

(ытлан), сесть верхом (= утлан). Шевле. Сред. Юм. Ытланса кай, поезжай верхом. † Ытланнă лашам — ула лаша, ури вырăнне шыв юлать. Нов. Байгл. Пĕчĕкçĕ лаша — турă лаша, — сикрем, ытлантăм, чуптартăм.

ихахах

(иhаhах), п. ржанию. КС. См. ихах. Яргуньк. Ихахах, ихахах, сирĕн ялсене пирĕн ялсем, такул (таккуй?) пара (парас?) теççĕ-ха, сала кайăк салми пак ула курак улми пак. (Непонятная песня). || В СТИК все гласные этого слова — носовые; око означает здесь, на детском языке, лошадь.

ула-хыçлă

(ула-х̚ыс’лы̆), гуськом. НАК и др.

ула

(ула), выть. С. Икково. Кашкăр улать. Орау. Ку ачасам пĕртте шарламаççĕ-çке сирĕн? — Каккуй шарламаççĕ, анчах пĕри уласа илчĕ халь (т. е. поревел). Никитин. Йытă утаса вĕрсен, çын вилет. Ст. Чек. Ачалла уласа йĕрет, упăшки шыва кайса вилчĕ те. N. Вара улпут ывăлĕ вĕрентекен (учитель) патне макăрса уласа пычĕ, тет. (Из сказки). Ч. С. Уласа макăрни. Сред. Юм. Çил улать. Ветер воет. К. С. Çил пуш çуртра уласа вĕрет. К. С. Çил, мĕншĕн эсĕ уласа вĕретĕн? (Из перевода). Никитин. Тата чăпăркка шатлаттарни те ян! туса, уласа кайса, хулхана пырса, илтĕнет. Ст. Чек. Уласа йĕрет. Плачет голосом. СТИК. Уласа йĕрет. Плачет отчаянно (в Сред. Юм. — «воет при плаче»). Сирах 256. Лешсем каллах уласа йĕре пуçланă. Чув. прим. о пог. 122. Çула çил кашласан (уласан), çăмăр пулать. Если летом ветер шумит (воет) — к дождю. || Жужжать. Якей К. Патак, уласа кайса, Хĕветĕр куçне пырса лекрĕ. Собр. 53. Çурăк урапа пушшех улат, теççĕ.

ул-хĕр

дети. И. С. Степ. Ула-хĕре шаннă тĕп-куçсăр пулнă, тет; тарçа-тĕрçе шаннă хăрах куçсăр пулнă, тет. См. ывăл-хĕр.

ула

ола, пегий, пестрый. Шурăм-п., № 26. Улах ула кутлă (т. е. от посиденок добра не бывает). Рак. Улаях та лаша, ай, эп кӳлтĕм кĕр-куннехи ула çулсене çӳреме. СПВВ. «Мĕн шыратăн? — Ула лаша. — Ули çине ху утланнă вĕт!»

ула-кайăк

, ола-кайăк, пестрый дятел. М. И. Петров, Мыслец и мн. др. Чертаг. Ола-каяк — дятел. Пшкрт. Ола ҕаjы̆к. Коракыш (Чув. тексты № 2, 467°). Сик, сик кутлă, сик кутлă, чалтра куçлă, чалк сухаллă, кĕс кĕрĕклĕ, пурçăн йĕмлĕ, ука тухялă. (Ула-каяк). Правописание не совсем прав. Нюш-к. Ула каяк вăрманта йăвăçа сăмсипе таккаса шĕкĕ çисе çӳрет. Шĕкĕ — йăвăçа çиекен хурт. Шибач. Ола кайăк — дятел. СПВВ. Т. А. Ула кайăк = ула-катка. Шибач. Ола каяк: йывăçа таккать.

ула-катка

пестрый дятел. Кн. для чт. 147, Баранов 128. Н. Седяк, Щ. С. Тимерс. † Ула-катка катка-çке, хир хăвине хăртать-çке.

ула-курак

ворона. См. курăк. СТИК. Ула курак пек ку атсем аптăратрĕç (норовят стянуть сьестное).

ула пиçиххи

пестрый пояс. Юрк. Хура сăкман, ула пиçиххи мăкшă ачи çийĕнче.

ула пит

пегая морда. || Прозвище мужчины. Альш. Ула Пит = Ула Хĕветĕр.

ула питлĕ

с пегой мордой. Альш. СТИК. Ула питлĕ сурăх. Белая овца с черными пятнами на щеках.

ула-тăпа

(т̚ы̆ба), дикий голубь. Н. Седяк. Ула тăпа — хир кăвакарчăнĕ. Шибач. Ола-тăпа кульки пек (как голубь). Вомбу-к. Ула-тăпа, дикий голубь. Н. Карм. Ула тăпа, птица (= улаппа) М. П. Петров. Улатăпа — вяхирь.

ула-чăла

пестрота, неясность, неопределенность. Альш. Сред. Юм. Ола-чăла акнă, неравномерно посеяно (где много, где мало). Орау. (Макка 120°). Ула йытă пĕвĕ пек, вир-ялпала хир-типе ула-чăла тултарнă. Там полно и верховых и степных чуваш, которые живут пестро, вперемежку, как пежины на пегой собаке. Ягутли. Ула-чăла пулчĕ уй. На поле образовались проталины. N. Кăçал кальчсем ула-чăла-кăна шăтнă (= хăш-хăш тĕлтекăна шăтнă). Калашников 26. Ула-чăла курăнать витнĕ чăптисем. Хурамал. Пирĕн ана çинче вăрлăх шăтман, ула-чăла-кăна шăтнă (= сайра шăтнă).

Олайкка

ласкательное имя Владимира. Сред. Юм. || Шорк. Олайкка, кличка собаки (всякой, а не только пегой). СПВВ. Х. Ула. Улайкка — кличка собаки. Сам. 77. Ырхан лаша: улайкка (пегашка), лавне пăртак сĕтĕрчĕ, айра выртан карчăка пушшех хĕссе пĕтĕрчĕ.

улаппа

(улаппа, Чертаг. олаппа), назв. итицы. Абыз. Улаппа — дикий голубь. Н. Карам. Улаппа — горлица. См. ула-тăпа. Мыслец. Улаппа — вяхирь. Чертаг. Олаппа-птица (кульуки манерлех, т. е. в роде голубя). К. С. Пĕчĕк улаппа, вăтам улаппа, мăн улаппа — назв. птиц.

Улатимĕр

Олатимĕр (Уладимэ̆р, Улад'имэ̆р, Олад'имэ̆р), хр. имя мужч., Владимир. Собр. Ула тимĕр хапхи айăнчен тухмасăр апата ан тирке, теççĕ. (Послов.).

Улатăр

Олатăр (Улады̆р, Олады̆р), назв. города Алатыря Юрк. Пĕр виç çухрăмран Улатăра чукун çул иртет. † Улатăртан илтĕм ула ĕне. Изамб. Т. Пăла пуçланать улатăр уесĕнче.

улатпа

(улатпа), дикий голубь. Разумов. См. ула-тăпа.

улах

(улах, олах), уединенный, уединение. Мар. Егип. Монастырĕ (чит. мăнастирĕ) пушă хирте, улах çĕрте пулнă. Шибач. Ман олах, айта ман пата. N. Эпĕ алăкне тухса питĕрем-ха, урăх никам та ан кĕритĕр, хамăра улах пултăр (чтобы нам быть наедине), терĕ, тет. || Ночное собрание молодежи. N. Осенью и зимою, когда обыкновенно ночи длинные, девушки собираются в одю баню с работами. Позднее туда же являются парни с какою-нибудь музыкою. И начинаются игры, шалости, нередко и драка. Это назыв. улах. В. Олг. Олах. Йокорпа арĕмĕ сара ĕçме кайса, ачисем олаха çĕнчĕç: килĕр, тет, ларма, аттисем перĕн сăра ĕçме кайса. Окаххи ятлă хĕр ачи хĕр тантăшшане чĕнет: килĕр, тет. Похăнчĕç ачасам ларма; арçын ачасам çăпата туаччĕ, хĕр ачасам кăнчала арлаччĕ; тĕрĕ туаканĕ те пор. Вăлсам ларчĕç-ларчĕç те: тавай выльăпăр, тет, чĕпикле, тет. Ĕçлĕк тăхăнса выляччĕ. Пысăкĕсем чĕчĕ тытмалла вляччĕ. Хĕре, çĕклеме исе, тӳшек кокрине исе каять, чеччине тытать, inferiores quoque pertrectct partes. Тепĕри калать: тавай, тет, шу коркипе чĕчĕ виçĕпĕр, тет: камăн чĕчĕ пусăк, камăн пĕчĕккĕ? тет. Тата туаччĕ — мăйăран пĕрне-пĕри çеклетсе тортаччĕ пиççипе. Çине выртса, çĕклесе тăратать тата. Тата, мăклашка çине ларса, ора çине ора хорса, ларас полать, каран йĕп çăртине çип тирс'илес полать. Пăлаттин çине алăпа тытса, çавăрнса, хăпарса выртать — кошт! çӳлелле. Пăлаттин çинчен шăрпăк илмелле, тата похан виттĕр тохмалла, тата кăшăл виттĕр авăнса тохмалла. Атан атиччен лараччĕ. Икшер йĕке арлаччĕ хĕрсем, çинче çин йĕки. Лайăх туакан арçын ача пĕр мăшăр çăната пĕтерет. Онта йорлаччĕ тем тĕслĕ йорă: той йорри, ĕçкĕ йорри; самый лайăх йорăсам вĕренеччĕ, тем тĕслĕ сăмах вораччĕ. Каран тарначчĕ. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ — яшă ачапа яшă хĕр, варлă ачана варлă хĕр, atque ibi mixtis corporibus iuvenilis amoris suavitate stantes perfruuntur. Н. Седяк. Улах шăп, канăçлă вырăн тени пулать. Улаха хĕлле тăваççĕ, пĕрле пухăнса ларса алă ĕç тăвасшăн, праçник каç вăйă-кулăшăн тăваççĕ, ташласшăн. Улаха çамрăк çитĕннĕ хĕрсемпе çитĕннĕ каччăсем тăваççĕ. См. Стюх. чув. 25. Нюш-к. Улах ула кутлă (т.-е. посиденки до добра не доведут и пр. Якейк. Йори калаçрăм çыр хĕрпе олахсенче çăвăрма (= çывăрма). Собр. 209. † Хамăр савнисене кĕте-кĕте, уйăх çурă выртрăм улахра. † Хĕрсем, улаха мĕн-ма тухмастăр чунусене йăпатма? ТРМ. Сирĕн ачăрсем, улаха кайса, пĕчĕкреннех аскăна вĕренеççĕ. † Манăн еркĕн — виç еркĕн; вăсем тăрса юлаççĕ, улах яшки юлатĕ. (Солд. п.). См. Магн. 236.

улăх

олăх, луга по берегам рек. Микушк. Улăх = луга но берегам реки. Н. И. Полорус. Улăх — шыв хĕрринчи çаранлăх. К.-Кушки. Улăх — заливные луга. Сред. Юм. Атăл улăх улма пик, пирн пиччесем улпут пик. Янтик. Улăх — луга на ровном месте, по берегам или около берега речки. Сред. Юм. Олах — ровная, низкая, весной затопляемая местность по берегам рек. О сохр. здор. Çур-кунне шыв, çырмаран тухса, улăхалла сарăлса каять. || Луга на берегу реки, поросшие кустами. Паас. || Луга вообще. В. Олг. Олăх = луг вообще. Орау. Çил улăхран вĕре пуçларĕ. Подул луговой ветер. || Мелколесье. Ст. Чек. Улăх — вак йăвăçсем, хăвасем, вĕренесем, каврăçсем, пилешсем, çĕмĕртсем ӳсекен вăрман. Ст. Чек. Çак çулпа пырсан-пырсан çак çул урлă пĕр çул каççа каять; вăл çулпа каяр та, улăха кĕрĕр; улăхра çул икке уйăрăлат, сылтăм çулĕпе каяр вара эсĕр. П. Пинер. † Аслă улăх витĕр çил вĕрет, çĕмĕрт çеçки çыхланать. N. Ула-каяк явине улăхĕпе шырăн, тупаймăн. Юрк. † Улăх витĕр тухнă чух, çĕмĕрт çинче пирĕн куç. Ст. Ганьк. Аслă улăх варринче вăрăм чăрăш тăрринче, куккук ларать авăтса. По объясненню чув. из. д. Богдашкиной (Пухтел), в улăхе могут рости и крупные деревья (пĕрене пеккисем). || Реденький, вырождающийся лесок. Изамб. Т. Пăртак йывăçсем пулать унта (кусты и пр.). || Якейк. Олăх — луга (всякие), но без травы, напр., зимою или после сенокоса, когда уже все убрано. См. çаран. || Прогалина, поляна в лесу. Ст. Чек. Улăх — вăрман уççи. . Улăхран каяр. || Именево. Улăх — пысăк уй. || Иногда имеет значение острова. Череп. || Назв. местности около Анатри-Каччел. Нижн. Качеево. Вăл ялти хăвалăха Улăх теççĕ. || В след. примере точное значение слова установить трудно. Собр. 118. Аттепе анне хушшинче улăх пек (= пысăк) пĕвĕме ӳстертĕм. N. Ăрама улăх пак пӳрт янтăрать. Ч. П. Улăх тăрри улма пек. || Альш. Улăх — хир ячĕ (назв. поля). || Назв. селения Олыхи, Ядр. у. Магн. Олăх хопламăш, ачи-пачи пăчламăш.

улăш

изменяться в ошибочную сторону; поменяться; переменяться; сбиться (в счете); ошибиться. Юрк. Мĕшĕн ташланă чухне чуптумасăр вырăнăртан улăшрăр? Вырăнтан улшăннă чухне пĕрне-пĕри чуптуса илмесĕр улшăнса ташлама хĕтленсен, купăççисем сасартăк купăсĕсене калама чарăнаççĕ. N. Çĕр çинче пурăнмалли йĕрке начальниксем урлă улăшса тăрать. || Сбиться с истинного пути. Вм. печатного «усал çынсем» (Сир. 307), мы читаем в рук.: «ырă йĕркерен улăшнă çынсем». || Перемешаться, попасть вместо другой вещи. Орау. Хăрах алса таçта улăшнă ман. N. Утланнă утçăм та ула иккен, улăшăнниккен улпутăн лашине; улăшниккен улпутăн лашипе, паллашниккен ырă çын ачипе. || Меняться (т. е. делать обмен). Шел. 91. Эп кунта сирĕн лашăра улăшма кĕтĕм, юлташсем! Орау. Иксĕмĕр лаша улăшар-и (поменяемся)? Сред. Юм. Лаша ôлăшасчĕ ман, хамăн пăртак ватăрах, пăртак çамрăкраххине тôпасчĕ. N. Ку пырать, тет те: ача улăшар (поменяемся), тесе калать, тет. СПВВ. Улăшас, улăшуç. || Затмеваться. Хыпар. № 34. 1906. Халĕ самана улăша пуçларĕ ĕнтĕ.

уне

то же, что умне. Яргуньк. Ула-кайăк çав арăм уне вĕççе карĕ, тет те, арăм умĕн, ни вĕçи ни вĕçми хăтланса, пырать, тет.

ункăлă

ункăллă, онкăллă, имеющий кольцо. Ядр. Çит ункăллă ула пуççи. . Улт ункăллă ула пуççи (пояс).

ут

от, ходить, итти, шагать. Зап. ВНО. Алупа парта, урапа (так!) ут. Ходар. Утимиччен (= утаймиччен) ĕçтерсе ӳсĕртсе ячĕç. Напоили до того, что она не могла ходить. БАБ. Вăсем (дети) пурте çулталăк çурăра утакан пулчĕçĕ (стали ходить), икĕ çул тулса, виççĕмĕш çула кайсан, калаçа пуçларĕç. Орау. Мур тутарри! хытă утса çӳресе, мана вăратрĕ! N. Çапла каланă та, утнă (пошёл) малалла. Утасси пулаймасть манăн. Я не могу ходить. N. Атя киле, упăшкам; атти лаши ула пур, ути-отми çитерет (кое-как довезет). Кан. 28. № 199. Киле сайра хутра-çеç хăй урипе утса тавăрăнать. Редко возвращается он домой на своих ногах (о пьянице). N. Хăй хуланалла утнă. Кратк. расск. 9. Иккĕшĕ те вара утнă ту çинелле. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ (Послов.). Череп. Эпĕр паян аллă çухрăма яхăн утрăмăр (прошли пешком; кайрăмăр — на лошади или в экипаже). N. Куртăмăр çил çунатлă урхамах; унăн пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест; утни-юртни сисĕнмест; шыв пек, юхать, çил пек вĕçет. (Туй). Сред. Юм. Инке, ури утнă чух, утмăл витре сăра тунă. Хăр. Паль. 13. Лекĕр аллине сулларĕ те, ута пачĕ (и пошел). Регули 1525. Питĕ сумарччĕ (= сывмарччĕ), отма та полтаримасчĕ. Юрк. Юрĕ, калăп, тет те, ун патĕнчен хуçи патне утса каять. Хăр. Паль,. 24. Утарах парса, хăвса çитрĕ (нагнал). Янорс. Эпĕ, ик çола çитсен, отма та поплеме те пĕлнĕ, теççĕ. N. † Эпир утса тухнă вырăна (где мы прошли) ешĕл курăк шăтса юлмĕ-ши? Панклеи. Йăван патĕнче отса çӳрекен çок, опалянсах çӳреççĕ. Якейк. Çак эпĕр отса пыракан çĕрте (где мы идем) ĕлĕк çăва (кладбище) полнă. IЬ. † Пирн мочйиăн кил-хошши отмăл чалăш кил-хошши; отса çитсе тохсассăн, пирĕн çынах полăттăнч, пирн мочия йорăттăнч. Шибач. Отса каять. Шагом идет. К.-Кушки. Эсир утса каяр (шагом), ан чупăр. Юрк. Пĕре çапла, хулана лаша сутма кайсан, лашине сутсан, шăллĕпе иккĕш хула урамĕпе утса пыраççĕ. N. Отап-отап, тит, ниепле те вăрмантан тохимастăп, тит. Юрк. Ывăлĕ çапла каласан, киле кайма хушсан, амăшĕ те, пăрçа вырма пăрахса, килелле ута пуçлать. N. Мĕн пур çĕртек утан, çӳлтен вĕçен пурте пуçтарăннă, тет. Ал. цв. 5. Малалла утнăçемĕн ун умĕнчи çул аванланса пырать. Сред. Юм. Пит хăвăрт утнăçĕм, хама хыçалтан çын кăçкăрнине те илтмен.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

ворона

сущ.жен., множ. вороны
1. ула курак; стая ворон ула курак ушкăнĕ
2. ( син. ротозей) тăмана, анкă-минкĕ, тăмсай ♦ белая ворона хăйне майлă çын (ыттисенчен ăрасна); считать ворон çăвар карса тăр, анкă-минкĕлен

выть

глаг. несов.
ула, ӳле; волки воют кашкăрсем улаççĕ

дятел

сущ.муж.
ула такка (вăрман кайăкĕ); дятел стучит по стволу дерева ула такка йывăç вуллине таккать

каркать

глаг. несов.
краклат (курак çинчен), кранклат (ула курак, çăхан çинчен)

клюв

сущ.муж.
сăмса (кайăксен); клюв петуха автан сăмси; дятел долбит клювом дерево ула такка сăмсипе йывăçа таккать

пегий

прил. (син. пятнистый)
ула; пегая лошадь ула лаша

пёстрый

прил., пёстро нареч.
чăпар, ула, ула-чăла; пёстрая курица чăпар чăх

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

дятел

-тла ула кайӑк, улатакка, тӑхран; зелёный дятел симĕс кайӑк.

дятловый

ула кайӑкӑн, улатакка (йӑвисем).

завывать

несов., завыть, -вою сов. ула, ÿле, улама пуҫла.

запестреть

1 и 2 л. не упорт. сов., ула-чӑлан курӑнса кай.

ворона

1. ула курак, шур курак; 2. кара çăвар; ворон считать çăвар карса тăр.

рыкать

несов. тискеррĕн ула, хытӑ кӑшкӑр; ӳхӗр, хӑрлат, харкаш, ахӑр.

пегий

ула (лаша).

пёстрый

ула, чӑпар, ула-чӑла.

полосатый

йӑрӑмлӑ, йӑрӑм-йӑрӑм, ула; полосатый анис йӑрăм анис.

пятнистый

ула, ула-чӑла, ула чӑпар, паталлӑ.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

ворона

ж. 1. ула курак; 2. разг. (ротозей) тăмана, анкă-минкĕ (çăвара карса тăракан тӳрккеç çын); белая ворона см. белый; ворона в павлиньих перьях соотв. тумлантарнă тунката (букв. разряженный пень); ни пава ни ворона ниçталла мар таçталла (çын); считать ворон çăвара карса тăр (букв. разевать рот).

воронёнок

м. (птенец ворона) çăхан чĕппи; (птенец вороны) ула курак чĕппи.

выть

несов. 1. (издавать вой) ула, ӳле; 2. (о ветре) кĕрле, ула, шăхăр, шавла (çил); 3. прост. (громко плакать) йĕр, макăр (ӳлесе).

гудеть

несов. 1. кăшкăр, кăшкăрт, кĕрле, сĕрле, ула; на яблоне гудели пчёлы улмуççи çинче хурт сĕрленĕ; толпа гудела халăх сĕрлесе тăнă; в трубах гудел ветер тăрпасенче çил уланă; пароход гудит пăрахут кăшкăртать; 2. безл. (об ощущении гула) янăраса тăр, янкаса тăр, кĕрлесе тăр (хăлхара); в ушах гудит хăлха янрать; в голове гудит пуç янкать; 3. разг. (ныть; ломить) сăрла, сăрăлтат, сăрка; ноги гудят урасем сăрăлтатаççĕ.

завывать

несов. ула, ӳле.

запестреть

сов. 1. (показатьсяо чём-либо пёстром) ула-чăлан курăн, ула-чăлалан; запестрели крыши домов çурт тăррисем ула-чăлан курăнса кайрĕç; 2. (замелькатьо чём-л. разноцветном) ула-чăлалан, ула-чăлан курăнма пуçла, вĕлтлетме пуçла; перед глазами запестрели фигуры людей куç умĕнче çын кĕлеткисем ула-чăлан вĕлтлетме пуçларĕç; 3. (начать часто встречаться) курăнкала пуçла (е тапрат, тытăн); его имя запестрело во многих газетах унăн ячĕ нумай хаçатсенче тĕл пула пуçларĕ; 4. (стать пёстрым) улалан, ула-чăлалан, ула-чăла тĕслĕ пул.

каркать

несов. 1. кранклат (ула курак); 2. перен. прост. кранклат (инкек пуласса).

крап

м. 1. (мелкие пятна) пата, пач, пăч-пăч; белый мрамор с серым крапом пăч-пăч кăвак шурă мрамор; 2. (расцветка) чăпар, ула-чăла.

крапчатый

прил. чăпар, ула, ула-чăла, лап-лап; улма чăпар (о масти лошади); крапчатые куры чăпар чăхсем; крапчатая по серому собака ула йытă.

мозаика

ж. 1. мозаика (тĕслĕ чул е кĕленче катăкĕсенчен тунă картина); 2. перен. ула-чăла (е тĕрлĕ-тĕрлĕ) япала, тĕрлĕ тĕслĕ хутăш.

мозаичный

прил. 1. мозаика ⸗ĕ [⸗и], мозаикăллă; мозаичный рисунок мозаикăллă ӳкерчĕк; 2. перен. ула-чăла, чăпар, тĕрлĕ тĕслĕ.

отпугнуть

сов. кого 1. хăратса яр (в тарт); отпугнуть ворону ула курака хăратса тарт; 2. перен. сивĕт, пистер.

пегий

прил. (о масти лошади) ула; пегая лошадь ула лаша.

пежина

ж. сакăл(та), ула; лошадь с пежинами сакăл ураллă (е сакăлталлă) лаша.

пестреть

несов. 1. (виднетьсяо чём-либо пёстром) чăпаррăн (е улан, ула-чăлан) курăн; 2. (становиться пёстрым) чăпарлан, улалан; осенью лес пестреет кĕркунне вăрман чăпарланать.

пестрота

ж. чăпар, ула-чăла.

пёстрый

прил. 1. тĕрлĕ тĕслĕ, ула, ула-чăла, чăпар; пёстрая ткань пăчăр улача; пёстрая кукушка чăпар куккук; пёстрая корова ула ĕне; становиться пёстрым ула-чăлалан; 2. перен. (неоднородный) тĕрлĕ(рен) тĕслĕ (е йышши).

пестрядь

ж. текст. улача, ула пир.

полосатый

прил. йăрăм-йăрăм, йăрăмлă, тăрăх-тăрăх; полосатый ситец йăрăмлă пусма; полосатая шкура йăрăм-йăрăм тир; полосатый столб ула юпа.

пуганый

прил. хăратнă; пĕрре хăратнă, хăрама вĕреннĕ, сехри хăпнă; пуганая ворона куста боится посл. хăрама вĕреннĕ ула курак йывăç тĕмĕнчен те хăрать, тет.

реветь

несов. 1. (о животном) ула, мĕкĕр, ӳхĕр, макăр; 2. (громко петь, кричать) ӳхĕр, кăшкăр, сĕрле; толпа ревела халăх сĕрленĕ; 3. (завывать) ула, кĕрле, шавла; вьюга ревёт çил-тăман улать; 4. разг. (громко плакать) уласа (е ӳлесе) макăр.

рябой

прил. 1. шатра, шатраллă; рябое лицо шатраллă пит-куç; 2. (пёстрый) чăпар, ула; рябая курица чăпар чăх.

сказка

ж. 1. юмах; 2. разг. (небылица) суя; все это сказка ку пĕтĕмпех суя; ◇ сказка про белого бычка ула куракăн пĕр юрă.

стреляный

прил. 1. (убитый из ружья) персе тытнă (е вĕлернĕ); пăшалпа тытнă; стреляная дичь персе тытнă кайăк; 2. (бывавший под выстрелами) вăрçăра пулнă, вăрçа курнă, пуля курнă; стреляная ворона куста боится погов. пуля курнă ула курак йывăç тĕмĕнчен те хăрать; 3. (использовавшийся для стрельбы) пенĕ, персе пăхнă (е курнă); стреляное ружьё персе пăхнă пăшал; стреляные гильзы пенĕ (е пуша) гильзăсем; стреляный воробей хура-шур курнă çын.

хоть

1. союз (несмотря на то, что..; даже, если) пулсан та, пулин те, ⸗сан та [⸗сен те]; хоть умри, но не сдавайся вилсен те ан парăн; он хоть и болен, но много работает вăл, чирлĕ пулсан та, нумай ĕçлет; . 2. союз (в составе устойчивых выражений для характеристики сказуемого) хăть, хуть, сан та [⸗сен те]; хоть убей, не скажу вĕлерсен те каламастăп; темно, хоть глаз выколи йĕп чиксен те куç курмасть; хоть волком вой хăть кашкăр пек ула; 3. частица усил. (даже) пулсан та, ⸗ах [⸗ех]; готов ехать хоть сегодня паянах кайма хатĕр; 4. частица усил. (по крайней мере) пулин; скажи хоть одно слово пĕр сăмах та пулин калаччĕ; 5. частица (к примеру, например) ⸗ах [⸗ех], хăть, хуть; возьмём хоть свой город хамăр хуланах илер; 6. частица с мест. (любой) кирек; хоть кто кирек кам та; хоть где кирек ăçта та, таçта та; хоть как кирек епле те; хоть бы и так пулин; хоть бы что хăнк та мар; хоть куда (о ком-чём-л.) тиркемелле мар.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

кушак

[kuĵak]
kato
килте ман кушак пур — ankaŭ mi havas katon
хура кушак — nigra kato
ула кушак — multkolora kato
кушак ами — katino
кушак аçи — virkato
кушак çури — katido
кушак макăрать — kato miaŭas

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

Krähe

ula-kurak
ула курак

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

вула

«читать». От слова ула «выть», «голосить»; неграмотные чуваши чтение отождествляли с воем; позднее в целях различения слово ула в значении «читать» стали произносить с протетическим ввула появилось задолго до появления письменности, но вначале оно употреблялось в значении «бормотать».

курак

«грач»; хура курак «грач»; ула курак «ворона»; кирг., казах. ала карға, туркм. ала гарга и гарга, башк., тат., к. калп., ног., уйг., узб., кумык., караим, карға, тур., азерб. гарға, «ворона»; башк., тат., к. калп., ног. кара карға, узб. кара корға, азерб., туркм. гара гарга, тур. экин каргазы (экин «посевы»), кирг. чар карга, казах. кузгын карга «грач»; тур. аладжа карга «галка». Слово звукоподражательное.

лав

«воз», «подвода»; казах. лау уст. «подвода, транспорт, предоставляемый населением должностным лицам, прибывающим по служебным делам»; кирг. ылоо «верховое животное или подвода, выставляемые в порядке общественной повинности»; вост, «тюрк. (турф.), уйг. Син. улағ, улак «всякое вьючное животное, употребляемое для перевозки тяжестей»; др. уйг., в ярлыке Тимура Кутлуга (1397 г.) улак, туркм. улаг, желт. уйг. олаг, алт. В ула, улаа, улаг, хак. улағ, башк. ытау, тат. олау, узб. улов «подвода»; МК улаға «боевой конь»; тур. улак «курьер», «гонец», «вестовой»; тув. улағ «перекладная», «сменная лошадь». Слово проникло в тюркские языки из монгольского: монг., бур.-монг. улаа, калм. ула «подвода», «почтовые лошади», «подводная повинность»; ср. уйг. Син. ула «соединять», «связывать», «наставлять одно к другому»; кирг. ула «соединять»; алт. В ула «наставить длину», «связывать», «подвязывать»; «сряду», «один за другим»; чув. улағ > ăлав > лав.

ула

«пёстрый»; др. тюрк., уйг., кирг., казах., тур., тув., хак., алт. В, тат. ала, азерб. ала-була, алача, узб. ола, азерб., туркм. ала «пёстрый», «пегий»; Замахш. ала карка, тат. ала карга, чув. ула курак «ворона»; чув. улатакка «дятел», ср. монг. алаг «пёстрый», «пегий», «разноцветный»; ср. перс. (тука) «певчий дрозд» (звукоподражательное слово).

ула

1. «выть»; 2. «голосить», «рыдать», «реветь»; КБ, МК, АФТ, азерб. агла «рыдать», «плакать»; Ибн-Муханна улы, хак., кирг., казах., кумык., тур., ног. улу, туркм., узб. увла, азерб., тат. ула, башк. оло, якут. улуй «выть», «завывать». Образовано с помощью афф. -ла от звукоподражательного у-у-у.

уланкă

«окунь». От ула (см.) «пёстрый»; уйг., к. калп., казах., башк. алабугаалабуга, узб. олабуга, хак. ала пуга «окунь» ала «пёстрый» и буга «бык».

улача

«пестрядь», «самотканая разноцветная ткань»; тур. алача «разноцветная шёлковая материя»; туркм. алача «цветная материя»; кирг. алача, узб. олача «полосатая бумажная материя»; тат. алача «пестрядь», «грубый домотканый полосатый холст»; казах., к. калп. алаша «палас», «домотканый ковёр». Образованы от ула (см.), ала «пёстрый».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Тĕс çухат

Тĕс (тĕсне) çухат [яр, тăк] линять / полинять, облинять; выцветать / выцвести.
Пĕчĕк пӳлем кĕтессинче тес çухатнă шăналăк карнă та, çавăнта выртать поэт. С. Шавли. Юр хăй тĕсне ĕнтĕ çухатнă, Пăхан та — йăлт ула-чăла. Г. Ефимов. Таня виçĕмкунхи шупкалса тĕсне янă çӳхе платьепех. П. Львов. Кăвак куçсем! Çамрăж чĕрем Хăрать сиреньсем тĕс тăкасран. Н. Янкас.

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

кăвакарчăн

(кулюкка, кăвăлти) голубь, сизый голубь — columba livia [кăвак тĕслĕ вĕçен кайăк]; вăтам вăрман кăвакарчăнĕ (вăтам ула тăпа) клинтух — columba oenas; пĕчĕк вăрман кăвакарчăнĕ (пĕчĕк ула тăпа) горлинка, горлица — streptopelia turtur; пысăк вăрман кăвакарчăнĕ (пысăк ула тăпа) вяхирь — columba palumbus; чулту кăвакарчăнĕ каменный голубь (скалистый голубь) — columba rupestris [Азире тусем хушшинче пурăнакан кайăк]

курак

грач — corvus frugilegurs [шурă тĕплĕ сăмсаллă хура вĕçен кайăк]; кăвак курак сизоворонка — coracias garrulus [ракша йăхĕнчи кăвак тĕслĕ вĕçен кайăк] ула курак серая ворона — corvus comix [курак йăхне кĕрекен çăткăн кайăк]; хура курак чёрная ворона — corvus согопе [курак йăхĕнчи хура çăткăн кайăк]

луток

лутjк — mergus albellus [ула кăвакал тĕсĕ]

чакак

сорока — pica pica [курак йăхĕнчи вăрăм хӳреллĕ ула вĕçен кайăк]

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Ситулла

яз. и. м. Патраклă (Ашм. Сл. XI, 158): Сит + улла; ср. мар. Ситула, ласк. к. Сита (см. чув. Сита. — М.Ф.) + ула (Черн. СМЛИ, 416). Сомнительно. Скорее всего, чув. Ситулла < тат. м. и. Сәйдулла "знатный человек Аллаха" (Сат. ТИС, 169) или араб. м. и. Зиядулла "дар Аллаха" (Гаф. ИИ, 149).

Улай

яз. и. Иревли, СПВВ. Улай. Золотн. 173. Олай// Назв. пегой собаки. Н. Карм. (Ашм. Сл. III, 206): ула (< тюрк. Ала "пегий; пестрый; полосатый") + -ай; мар. м. и. Олай/ Олей/ Оляй (Черн. СМЛИ, 309).

Уламас

яз. и. м. Ялюха Малюхов. Срв. Оламас (Ашм. Сл. III, 207): Ула/Ола "пегий; пестрый; полосатый" + -мас. См. Улай.

Улашка

яз. и. м. Иревли (Ашм. Сл. III, 210): Ула "пегий; пестрый; полосатый" + -шка.

Çавăн пекех пăхăр:

ула-курак ула-чăла ула-чăлалан ула-чăлалантар « ула-чăлалат » ула-чăпар улавливать уладить уладиться Улай

ула-чăлалат
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150