Шырав: хыт)

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

кăрăç

груздь
тип кăрăç — подгруздок белый
хыт кăраç — подгруздок белый
хура кăрăç — груздь черный, чернушка
хурăн кăрăçĕ — волнушка розовая
хыр кăрăçĕ, хĕрлĕ кăрăç — рыжик сосновый
шурă кăрăç — груздь настоящий
кăрăç йӳçĕт — солйть грузди

кукар

II.

хыт кукар — скряга

сивĕ

холодно, морозно
студено

абсолютлă сивĕ — физ. абсолютный холод
хаяр сивĕ — лютая стужа
шартлама сивĕ — трескучий мороз
сивĕ апат — 1) остывшая пища 2) холодные закуски
сивĕ ен — холодные страны
сивĕ кун — холодный, морозный день
сивĕ çанталăк  — холодная, морозная погода
уйра сивĕ — в поле холодно
паян çирĕм градус сивĕ — сегодня двадцать градусов мороза
сире сивĕ мар-и? — вам не холодно?
пӳлĕме сивĕ кĕрет — в комнату проникает холод
сивĕĕ тăрать — стоит морозная погода
калчана сивĕ тивнĕ — посевы прихватило морозом
сивĕпе шăнса хыт — закоченеть от холода

хыт

7.
быть скупым, скрягой, скупиться
скряжничать разг.
хытса пурăн — быть скупцом
ан хыт ĕнтĕ! — не скупись!

хытă

(хыт)

хыт-хура

1.
бурьян
пăрахнă пахчана хыт-хура пусса илнĕ — заброшенный огород зарос бурьяном

шăн

2.
зябнуть, мерзнуть, дрогнуть
стынуть, стыть

витĕрех шăн — насквозь промерзнуть, продрогнуть
шăнса вил — замерзнуть, погибнуть от мороза
шăнса кăвакар — посинеть от холода
шăнса хыт — закоченеть
шăнса чирле — простудиться
вăл шăнса пăсăлнă — он простудился
Тулта шăнсан пӳртре тăлăп тăхăнса ларнă. — посл. Намерзшись на улице, и дома сидит в тулупе. (соотв. Обжегшись на молоке, дует и на воду).

кайăк


Вут кайăк — Жар-птица
ирĕклĕ кайăк — вольная птица
пилеш кайăк — дрозд
уяр кайăк — божья коровка
хыт кайăк — 1) жужелица 2) жук, жучок
Кайăк Çулĕ — Млечный Путь
Хуркайăк Çулĕ — Млечный путь

шак

3. подр. —
об оцепенении

хăранипе шак хыт — оцепенеть от страха

кат

3.  подр. —
об одеревенении, затвердевании, отвердевании

кат хыт — одеревенеть, затвердеть

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

сая яр

, тратить без пользы, попусту, испортить зря. Изамб. Т. Çĕвĕçсем, тумтире начар сĕлесен, тавара сая яраççĕ. Ёрдово. † Арăм-ути (полынь) — хыт хури, ыр йăрана сая яч.

сыпăн

(сыбы̆н), связываться, надвязываться; соединяться. Изамб. Т. Хыт-суха хыççăн ĕçрен ĕç сыпăнса пырат. || Приставать, приростать. Ал. цв. 17. Чечекĕ хăех унăн аллинчен вĕçсе тухать те, ĕлĕкхи тĕпĕ çумне сыпăнса, ĕлĕкхинчен те илемлĕрех чечек кăларать. Чăв. к. Кăвак сăкман йĕс тӳме, сыптарсан та сыпăнмĕ. Ст. Чек. Халĕ ун алли сыпăннă (поправилась сломанная рука). || Образовать коленца. Ск. и пред. 12. Кĕсрен ури сыпăнса, çитсе чĕрнĕ пĕлĕте. || Держаться. Сред. Юм. Сыпăн = тытăн (держаться за руки и сделать круг).

сулăнтар

(-дар), понуд. ф. от гл. сулăн. N. Ха, хыт тĕкет, солăнтарсах ярать (покачивает, про слабое существо). Яндобы. Патша кашкăра чарайман, вăрманала сĕтĕрсе илсе кайнă, солнтарса хăварнă та, Ивансене хуса çитнĕ.

çемçе суха

озимый сев. Изамб. Т. Çемçе суха — ыраш акни; хыт суха — пар.

Хыт-суха

пар. Изамб. Т. Унтан хыт-сухана каймалла пулат. Ib. Хыт-сухана Питровччен пĕр-икĕ эрне малтан тухнă. Ала 72°. † Эпир выляс-куласси хыт-сухаччен анчах вăл.

суха çийĕ

время пашни. Тюрл. Лашасем, ахаль чухне пулсан, çапмасăрах пынă пулĕччĕç, ун чухне суха çийĕ пулать те, ĕшенеççĕ. Изамб. Т. Суха çинче çуна карăмăр (погорели во время пашни). Ib. Хыт-суха çийĕ, время пара; çемçе суха çийĕ, время озимого пара; ака çийĕ, время ярового сева. N. Пĕрре суха çинче ирхине чăпăркки манса юлнă.

çырам

(с’ыран, с’иран), обрыв, яр, откос берега, берег. См. çыр. Изамб. Т. Çырантан хăйăр илеççĕ. Ib. Унăн çыранĕсем питех çӳлĕ мар (у Булы). Кан. Килетшĕн хайхи çекретар Ункă шывĕ çыранĕнчен сике панă. ТММ. Шыва каймасăр çыран ан хыпала. N. Унтан пĕр-икĕ кунтанах шыв чака пуçларĕ, тепĕр кун Ванданкă хăй çыранне кĕчĕ. Орау. Çавал çырансенчен шыв тухнă (разлилась). N. Çыран тулли тулса юх. Баран. 10. Çырантан тухнă çурхи шыва кăмăл курса саватăп. || Крутой берег обрыв. Кан. Спартă çĕрĕнче суккăр пулнă ачасене çыранран пăрахса вĕлернĕ. N. Типпе юлнă пристăне çырана (на высокий берег) туртса кăларнă. || Овраг. Кан. Кĕпер урлă каçса çӳреме хăрушă, çырана анса кайма пит çăмăл. Сред. Юм. Çыран, маленький овраг. Ир. Сывл. 27. Çыранри шыв хыт шавлать. ЧП. Хĕрлĕ çыран.

çил-ту

или çӳлĕ ту, назв. большой горы на земле дер. Кĕçĕн-Мӳкӳшкел, б. Бугурусл. у. около реки сăркăт. || Микушк. Çил-ту или çӳлĕ ту, буря. Собр. † Уйра ларан хыт-хура, çил-ту пычĕ тайăлтарчĕ; пирĕн пек çамрăк ачисене ялти куштан тайăлтарчĕ. Срв. çил-тăвăл.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

çăхăр

жадный. N. Укçана çăхăр. N. Хыт Прокка хăя çăхăррипе пĕтрĕ.

çĕмĕр

(с’ӧ̆мӧ̆р, с’э̆мэ̆р), разбить. Кан. Кайса çапса çĕмĕр çав çынăн (= çыннăн) чӳрече-кантăксене (у др. чӳречисене). Изамб. Т. Акă çăмартине çĕмĕр (т. е. скушай яичко; гов. угощающий). N. Шăлсăр карчăк шăмă кышлать. (Тылă, кантăр çĕмĕрекенни). Синерь. Кашкăр сиккер-сиккĕр, тет, ниепле те кăлараймасăр, хӳринех çĕмĕрсе, каялла пăхмасăр тарчĕ, тет. || Разрушать, ломать, раззорять. Перев. Ула-курак йăвисене çĕмĕрме карăмăр. || Обкрадывать, Синьял. Çаксен пĕр пахча пур, тет, çаксен пахчине çĕрле çĕмĕрсе каять (кто-то приходит ночью и абкрадывает), тет. Чист. Качакасем купăстасене çĕмĕрсе пĕтернĕ (потравили). N. Çар витĕр çĕмĕрсе, çав слон патне чупса пынă. || Громить, грабить. Б. Олг. Вот вара çĕмĕрме поçларĕç вăлсане, пит çĕмĕрчĕç он чохне вăлсане, пит пусăк соран (убыток) полчĕ çынсане. М. Сунч. Çак мур пирĕн таврари ялсенче пит çĕмĕрсе çӳретчĕ. Орау. Хурт çĕмĕрнĕшĕн пит пысăк çылăх пулать, тит; вăл çылăх çынна вĕлерннпе пĕрех, тит. || Указывает на силу движения. Баран. 56. Çитес çуркунне çĕнĕрен килĕр, чипертерех çĕмĕрсе çӳрĕр! тенĕ (Т. Бульба). Эльбарус. Ал-арманьпех çĕмĕрсе çитнĕ во. Хурамал. Çапла калаçнă вăхăтра упа çĕмĕрсе кĕнĕ (вломился к ним). Цив. Лаши пĕтĕм халăх ăшĕнчен çĕмерсе патша хĕрĕ умне сиксе ӳкрĕ, тет. Çутт. 81. Çуни çине ларать те, сарт айнелле çĕмĕрет (летит под гору). Юрк. Пилĕкĕсене тытса çĕмĕрсе (во всю) ташла пуçлаççĕ. Эльбарус. Тата ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. Баран. 174. Халăх çĕмĕрсе кăшкăрнă (очень громко). Ib. 54. Вара Тарас поляксем витĕрех тухма шухăш тытнă. Витĕр çĕмĕрсе тухса пынă. || Промыть. Кан. Пĕвене иртнĕ çуркунне шыв çĕмĕрсе кайнăччĕ. || Изувечить. Чăв. й. пур. 19. Ялти çынсене те пурне те хĕнеспе, çĕмĕреспе хăратса пурăннă (держал в страхе). || Пороть, бить. Турх. Ача-пчана ăна çĕмĕр, тетчĕç. || Разорвать. N. Пĕр кашкăр сиксе тухрĕ, тет те, лашине (его) çĕмĕрсе тăкрĕ, тет. || Поднимать гам, горланить. Альш. † Савни анать шывалла, сассипелен çĕмĕрсе. Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе, çăвар карса антăхать (горланит на всю деревню). КС. Çĕмĕрсех калаçать (громко или грозно). Юрк. Автан каçхĕне пит çĕмĕрсе авăтсан, çумăр пулат. ТХКА 103. Сĕм вăрмана упа-кашкăр, сасси çĕмĕрет. || Грохотать (о пушках). Полтава. Сăртсем тăрăх тупăсем хыт янтраса çĕмреççĕ („по холмам грохочут пушки“). || Бушевать. N. Пĕр маях çил тăвăл çĕмĕрсе тачĕ. || Употр. в чувашизмах. Сред. Юм. Паян ĕçлесе çĕмĕртĕм (сегодня много работал). Ib. Эс авăн çапса çĕмĕрен ĕнтĕ, тепле тырри çитĕ сана çапма! (Гов., с иронией, человеку, который не может хорошо молотить). N. Тем чул пуçа çĕмĕрсен те (ломать голову), аса илимарăм (илеймарăм). N. Ăша çĕмĕр, огорчать. Ачач. Тем шутсăр пысăк ĕç çинчен хытă шухăшласа пуçне хытă çĕмĕрсе утакан)... Йӳç. такăнт. 52. Çĕмĕрме тапратрĕ. || Ругать, пробирать. ТХКА 85. Выльăха курайман çынна эпĕ хытă çĕмĕреп.

çĕртме

пар, паровая пашня. Виçĕ пус. З6. Вĕсенчен хăшне çĕртме тин тунă вăйлă çĕр кирлĕ, тепри вĕсен юлашкине çĕртен пуçтарма пултарать, виççĕмĕш тата çĕре хăй юсать. КС. Çĕртме ту, парить землю (акмасăр хăварнă çĕре сухалани). N. Çĕртмесем иртсен манăн хамăн та укçа пулать те, халь çук. Изамб. Т. Çĕртме тăваççĕ, ака хыççăн, унтан вара хыт-сухара сухалаççĕ, тата ыраш акнă чухне сухалаççĕ, мĕн пурĕ виç вут сухаланат. Çĕртмерен пуçне иккех хут сухаланат. Янш.-Норв. † Ах, вăйăçăм, вăйăçăм, çĕртме умĕнче чарăнать-çке! Коракыш. Çĕртме туман ана çинче, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкач выртĕ. (Суя суйни). Якейк. Çĕртмее ака тума тохнă темеç (= темеççĕ), çĕртме тума тохнă теç (= теççĕ). Ib. Çынсам çĕртмея тохнă, эпĕр хăçан тохăпăр-ха? Ib. Çĕртме кăçал пит хытă, тесе калаç, темле тукалас. (Çĕртме тумалли çĕр-шу хытă тесе калаç). N. Çĕртмесем те сухалама пуçларĕç. Чăрс. 14. Çĕртме туса пĕтерсен, лашасем те çĕртме курăкĕ çинче юсансан.. Ир. Сывл. ЗЗ. Çĕртме ĕнтĕ пĕтмен-ха. Янтик. Çĕртме, пашня (пар) перед посевом озимых хлебов, за месяц раньше самого посева. Пашут обыкновенно в конце июня и в начале июля. Изванк. Çулла, çураки иртсен, çĕртме иртсен, пирĕн патри çынсем туй тăваççĕ. Никит. Çĕртме сухаланă чухне. || Пашня. ХЛБ. Çуртри çĕртмине кĕркунне тусан аван. Б. Яныши. Вара çĕртме çинче суха тума пуçласан, утсемпе эпир çитерме каяттăмăр. || Перепахивание погибшей озими весною. Юрк. Çĕртме = уçăма (калчана) пасса акалани.

тайăлтар

понуд. ф. от гл. тайăл; наклонять. КС. Сăра пичкере сахаллансан, пичкине тайăлтарса ăсаççĕ. Шурăм-п. Çатма çине çăв чӳлмеккинчен çăва тайăлтара-тайăлтара ярса… N. Вăл пĕлĕте тайăлтарса анчĕ. Собр. Уйра ларан хыт-хура, çил-ту пычĕ тайăлтарчĕ; пирĕн пек çамрăк ачисене ялти куштан тайăлтарчĕ.

татăл

(-ды̆л), обрываться, отрываться, разрываться, обломиться. Орау. Пĕр-ик-виççĕ чиксе туртрăм та, çиппи татăлса карĕ (татăлчĕ). N. Хĕçĕ (его сабля) те татăлса карĕ, тет. N. Тăха татăлса ӳкрĕ. N. Урисем татăла пуçларĕç. || Отрываться, отстать (в перен. см.). Туперккульос 17—18. Хăшĕ çапла çирĕм çул хăйне тӳрлетекен тухтăртан татăлмасть (т. е. все лечится). N. Выçă тиллĕн куçĕсем çырла çинчен татлаймаç (все смотрят на ягоды). N. Таçтан татăлса çуралса ӳснĕ çын пекех туйăнса карĕ. Календ. 1907. Унта пурăнса салтак килне-çуртне манать, ĕçрен татăлать (отрывается от домашней работы). О сохр. здор. Çынна сиен ан тутăр, тесе, ун патĕнчен татăлма кирлĕ мар. N. Пĕтĕмпех пăсăлнă, таса пурăнăçран татăлнă (отстал). || Переломиться. N. Хора вăрман варăнче (= варринче) хорăн тенел татăлчĕ, вĕрене тенел сыпрăмăр (устроили кленовую ось). || Разрываться (в перен. смысле о сердце). Сборн. по мед. Ача чĕри татăлас пек кăшкăрать. || Прерываться. Изамб. Т. Хыт-сухаран вара Пукравччен ĕç пĕрре те татăлмасть. || Срываться. Ст. Шумат. Унччен те пулмар, Кăтăри (имя героя сказки) татăлч-анч (свалился с дуба). || Вскрываться (о реке). N. Атăл татăличчен, до вскрытия Волги. || Прерываться (о дороге весной). Слакбаш. Çул татăлнă, дорога стала непроезжей (весною). || Переводиться. Шурăм-п. Кăмака çинчен тырă хăшин татăлмасть (не переводится, т. е. все время сушится). N. Ун кил-çуртĕнчен хĕн-асап татăла пĕлмест. N. Куçран кушшу татăлмарĕ (т. е. все время плакала). Суждение. Пĕрре пĕрин патĕнче, тепре тепĕрин патĕнче икшер-виçшер кун ĕçеççĕ — çапла хĕлĕпе сăра татăлмасть. Ib. Пирĕн алăран ĕç татăлмасть. Сборн. по мед. Ун чухне вăл ялта пĕринчен пĕрне ерекен чирсем те питех татăлса пымастьчĕç (не прекращались, случались очень часто). М. Сунч. Чиркӳре вилнĕ çын татăлмасчĕ (постоянно были). СТИК. Ун патĕнчен вырăс татăла пĕлмест. У него всегда русские. || Лишаться. Завражн. Окçаран татăлса карăм. Обезденежел. Собр. Карман тĕпĕнче укçа виçĕ пус та пулсан çӳретмесессĕн, укçаран татăлать, теççĕ. Ст. Чек. Ăйхăран татăлтăм. || Оскудевать. Менча Ч. Ашран-пăшран, тырăран-пулăран татăлса тăмалла тумăсăнччĕ. (Моленье). N. Кашни килĕре пулăран татăлса тăман. || Отлучаться. N. Пирĕн чăвăш килтен татăлмасть. || Сходить (с языка, напр., брань). Йӳç. такăнт. 17. Çăварĕсенчен ирсĕр сăмах татăлмасть (не сходит с языка т. е. они все время ругаются площадной бранью). N. Вăхăтсăр мыскара айван çăварĕнчен татăла пĕлмест. || Расчитаться, расплатиться. N. Тĕрĕс татăлтăр-а? (Из письма; ставится с твор. падежом). Орау. Унпа татăлтăм ĕнт эпĕ. Унпа урăх пару-илӳ çук. N. Халь эпĕр татăлтăмăр иксĕмĕр. Теперь мы в расчете, т. е. уплатили друг другу долги сполна. Изамб. Т. Эпир санпа татăлтăмăр. Мы с тобою в расчете. N. Хăçан та пулсан таталăпăр (расквитаемся). || Быть уплачену. N. Ут окçи татăлман-ха. || Отстать (от других, в пути). N. Манпа пĕрле кайнă ачасам йăлтах вăрçа кайса пĕтрĕç, эпĕ пĕчченех татăлса йолтăм. || Быть решаему. Бес. на м. г. Тата сирĕн халăх хушшинчи кирек мĕнле ĕç те эрексĕр татăлмасть (не решается). || Надрываться (горевать). Альш. Е уйăрăлат та тухат, авлансан — каллах ашшĕ-амăшĕ татăлат (горюют). В. Буян. † Ай-хай тăванăмсем, тантăшăмсем! ан йĕрĕр маншăн татăлса („так, чтобы этот плач потряс тебя, сломил твои силы“). Батыр. Эпĕр атте-аннерен уйрăлса кайнăшăн ан йĕрсемĕр çамрăк ачасем пек татăлса. В. Тим. † Атте-анне, ан йĕр маншăн хурланса, сăпкари ачу (так!) пек татăлса. АПП. † Эпирех каятпăр уйрăлса, атте-анне юлат татăлса. || О горьком плаче. N. Вăл çапла татăлса, йĕрсе тăнă çĕрех пӳрте юлташĕ пырса кĕнĕ. N. Вĕсем пилĕк çул тĕрмере лармалла сут тунă тенине илтсен, татăла-татăла йĕре пуçланă. ЧП. Ан йĕрĕр, хĕрсем, пирĕншĕн татăлса (сильно убиваясь). Пазух. Ан йĕр, тусăм, татăлса йĕрес куну малалла (еще впереди). Ib. Тусăм, ытла та ан йĕр эс татăлса, урăх çынна каймăп, сана пырăп. ЧС. Çумкка (утопленник) ӳтне курсан, тăванĕсем пурте татăлса йĕре пуçларĕçĕ. N. Татăлса макăрас, рыдать. Ау 9°. Ибрахиме курсан, хĕр татăла-татăла йĕме тытăнчĕ. || Выбиться из сил. Трхбл. † Çӳренех те утăм çăлтăр-хушка, татăлминччĕ савни умĕнче. N. Кашкăрăн кĕте-кĕте хырăмĕ вĕçсе татăлас пек выçать. || Уговориться, условиться, договориться. Никит. Çапла йăмахласа татăлсан (когда решили так), пурте килеле саланса пĕтнĕ (они). Никит. Вара ирпе хĕрсем ял хушшинчен чăнах кайăпăр (на опахивание от мора), тесе, пуçтарăнса йăмахласа татăлчĕç. Тюрл. Кçон тапранмаллине кайса татăлас (о начале свадьбы, решить дело свадьбы). Сунт. Малтан Лисукпа калаçса татăлчĕ. Сначала договорился с Лизой. N. Эпĕр унпа хăçан ĕçлеме тытăнасси çинчен калаçса татăлтăмăр. N. Парăмсем пирки калаçса татăлнă тени тĕрĕс марри курăнчĕ.

тачлат

(-лат), издавать звук „тач“; шлепаться. КС. Чĕр аша пуртă тачлатса касать (или: лачлатса). Ib. Çемçе тăн (глина) чăмăрккине çĕре персен, тачлатать (шлепается со звуком), пĕрене çумне персен, шачлатать. КС. Хыт тăна (тŏна) персен, тачлатать; çемçе тăна персен, лачлатать. Ib. Ача сак çинчен тачлатрĕ (шлепнулся, т. е. упал).

темĕскер

неизвестно что. Бр. п. водку. 5. Çав апайăн вара темĕскер пур манпала (что ей до мени, что она меня не оставляет в покое)? N. Темĕскер тума çыру ямастăр эсир? || Какая-то вещь, что-то. Ст. Чек. Çаксем ялан темĕскер çухатнă пек шыраса çӳреççĕ. Баран. 87. Çавăнтах темĕскер хури курăнса кайрĕ. Регули 198. Эп илтрĕм, эсĕр темĕскер попленĕ. Орау. Кил-ха конта, темскер пур! Иди-ка сюда, здесь что-то естьI N. Тухтăр патне çӳретĕп: те суять, те ахаль лăплантарать: нимех те çук санăн, тет, çапах темĕскерсем (какие-то лекарства) ĕçме хушрĕ. || Что-то особенное. N. Халĕ хĕлле мар, хыт-сухана та яма пулать, вăрмана та. Çарансем çинче те темĕскер çук вĕт (ничего особенного нет). || Шут знает что. ГТТ. Темĕскер туса хĕл иртет. Зима проходит шут знает за какими занятиями (т. е. без видимых результатов работы). N. Эпир ăна: темĕскер пулĕ, тесе, ĕнесене хăварса тартăмăр. || Употребл. для обобщения. Альш. Хăятран лерелле темĕнле-темĕнле ялсем каяççĕ вара унта: Çĕнĕ Хăятсем темĕскерсем. || Какое-то существо. Актай. Каллах кусен сĕтне (их молоко) темĕскер ĕçсе кайнă. Артюшк. Анне, ав лере темĕскер килет, шап-шурă сухаллă, аллинче темĕскер пур. || Какой-то. Шурăм-п. Вĕреннĕ çынсем çĕнĕ лайăх япала тупса кăларсассăн, тĕттĕм халăх ăна ирĕксĕр илнĕ пек анчах илет; малтан: темĕскер усал япала вăл, тесе, хăраса тăрать. || Что-то, почему-то. Болезни. Эсĕ мĕнпе чирлерĕн? тенĕ. Лешĕ каланă: „эпĕ нимĕнпе те мар, çынсем хĕлле, ĕç çук вăхăтра, юмах итлесе, чĕлĕм туртса ларнă çĕре, хурал пӳртне кайкаласах чирлерĕм темĕскер. Шурăм-п. Хĕрарăмсем те урамра темĕскер кумаççĕ (что-то, по какой-то причине снуют туда и сюда). Ib. Темĕскер астумастăп. Темĕскер астуми пултăм. Что-то не помню. Я что-то начал забывать. Ib. Темĕскер çӳрейми пултăм эп. Я что-то, почему-то, начал хворать. || Неизвестно (трудно определенно сказать, так ли это). N. Анчах, тен телейне кура, темĕскер (м. б., на его счастье, что-ли), тăлăх-турата Пахум Унтри арăмĕ усрава илнĕ. N. Краçниккăв, çакна кура темĕскер, хăй çурт-йĕрне 5500 тенкех пама пулнă. || Пожалуй. БАБ. Ку, темĕскер, хамăра вĕлерсе пĕтерĕ, тесе (боясь, что он их убьет), хăраса пурте киле тарса кайрĕçĕ, тет. || Должно быть, что-ли (предположение). Коракыш. Вăн пĕркунне эпĕ сире армана мĕнле чармаллине каларăм-ç-ха, çавна халĕ пĕвеленĕ. Пĕри итленĕ темĕскер, тенĕ. N. Халь вăхăт çук темĕскер. БАБ. Анне те, те хурланчĕ темĕскер те, куç-çулĕ шапăрах юхса тухрĕ.

тикĕлтет

кричать (о птице „вĕтел“). Хĕн. 163. Арман пĕвинчен хускалнă вĕтел хыт тикĕлтетсе вĕçет улăх май.

тул

поверхность, наружная сторона, внешняя сторона. ЙФН. † Ай аки, Плаки, Исментĕр карти тулĕ, Чул-хула туллин туйăнчи. (Свад. п.). Сред. Юм. Пос толĕпе çавăрнса кĕтĕм. Чтобы не итти деревней, обошел ее. Етрух. Çапла вара пус тулĕпе алтса çавăрăнаççĕ. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем-чунăмсем, кĕрекĕрсем тулĕнчен сим юхать. Ib. † Тăвансем пыра пуçласан, тултан тула эп чăмăп [я буду все приближаться к наружной стороне (к поверхности воды?), т. е. не буду скрываться]. Якейк. † Ай ати, ай апи, толтан парса яратни, шалтан парса яратни. (Поет сестра невесты). ПНЧ 112. Çакă ялăн хĕрĕсен шĕвĕр сăмси толалла. N. Тулалла авăнчăк, шалалла авăычăк. (Кĕленче-курпун куçлăх, выпуклые очки). N. Тулалла-и, шалалла-и. || Пространство вне жилища. Шурăм-п. Кунашкал çĕре юрататăп, толтай кĕрес те килмест. Трехбл. Утне пăхан çулта выртман, çынна пăхан тулта выртман. (Послов.). Изамб. Т. Тулта каç пула пуçланă (стало вечереть). Орау. Тула пăхăр-ха, шăнтман-и кĕçĕр? Кĕвĕсем. Тулаях та тухрăм: эп тул куртăм, улмаях та чăпар та ут куртăм. ГТТ. Тулалла тухса кĕр. Выйди (на некоторое время) на волю, т. е. на воздух (напр., чтобы освежиться). Панклеи. Вăл тола карĕ те, онта ларса йолчĕ. Якейк. Эп тулта выртап. Я сплю на дворе. Ib. Эп тула выртап. Я лягу на дворе. Юрк. Эсĕ тула тухса кайсан, Митук вăрттăн çумарккана çыртарчĕ. Ib. Икерчине çулама тултан услам çăвĕ, арпус пеккине, çавракине, пысăккине, йăтса кĕчĕ (внесла). Дик. леб. 35. Йывăç тымарĕсем тулала туха-туха кайнă. || Рассвет, заря. Хурамал. † Ирхине тăтăм тулпалан (рано). Синерь. Тул çутăлса киле пуçларĕ, тет. Сĕт-к. † Тол çутăлса киле пуçласан, хĕрсем йорлаççĕ; тол çутăлса тол килет, тол колачи çас килет. Янорс. Ку кĕпер урлă каçсан, пĕр ту патне çитрĕмĕр, кунта тул çутăлса килчĕ. N. † Автан автать, тул çутлать, ал илер те уйрăлар. Моштауши. Нăмаях калаçса лармарăмĕр, тол çутăлса та карĕ. Б. Яуши. Тул такçанах çутăлнă, тет. N. Тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать. СТИК. Кĕлтене тул çутăласпарах тухса карăмăр. На возку снопов выехали еще до рассвета. N. Эпир вăрманта шăтаксем чавса лараттăмăр. Тул çутăлнă-çутăлманах австрисем пире тупăпа яра пуçларĕç. Ск. и пред. чув. 99. Тул çутăлас патнелле (около рассвета) тухать сарă яш ача. N. Тул çутăласпа эпир тăтăмăр. Юрк. Тул çутăлнăпа. Якейк. Эп йомах ярсах тол çутăлтартăм. До самого рассвета все я рассказывал сказки. Ib. Эпĕр калаçса ларсах тол çутăлтартамăр. Мы разговаривали вплоть до рассвета. || Погода. Чист. Аранçĕ тул çемçетесшĕн витнă. Пухтел. Тул ăшă пек-и? — Çук, ăшă мар тул. Ib. Тул ăшăта пуçларĕ; тул сивĕте пуçларĕ. || Верх, т. е. внешняя сторона платья. N. Ăшĕ-тулĕпе. || Корка (напр., пирога; противоположно ăш, начинка). Собр. Урпа пашалу тутлă тул, сăра салачĕ урпа тырри. N. † Сыснаш (= сысна аш = кокли тувас теттĕм, толне толăран тувас теттĕм (хотела). Якейк. Пирĕн хăта пит лайăх, толĕ çортри полсан та, ăшĕ тăпăрч полмалла (т. е. на вид невзрачный, но душою хорош). || Корка (переплет) книги. N. Эпĕ çĕр кĕнекене хыт тол туса хотăм (переплед). Н. Якушк. Хам вулакан кĕнекене симĕс тулĕпе туллаттартăм. (Солд. п.). || Обертка, покрышка книги. Сятра. Кĕнекее тол тытрăм (обернул). || В знач. послелогов: за... вне... СПВВ. Хапха тулне тухса пăхнă. Юрк. Хапрăк ял тулĕнче (за селением), шыв урлă. Регули 837. Кил карти толĕнче йолчĕ. || Больше. N. Çитермен е ватă выльăха епле вăйран тула ĕçлеттерен?

тупăлха

(тубы̆лhа), назв. дерева. Хурамал. Тупăлха, таволга. N. Тупăлха — жимолость. Пшкрт.: тобылҕа, таволга. Юрк. Тупăлха, таволжанка. Зап. ВНО. Тупăлха, кустарник; из корней его вьют черенья для плетей, отличается своею гибкостью. Ib. Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрать-ши? Альш. Лаши епле — тур лаша, турти епле — хурама, пĕкки епле — тупăлха. Ib. Шывăн леш аяккинче юн пек хĕрлĕ тупăлха. Ib. Тупăлха теççĕ тата, пĕкĕ аваççĕ унтан. Богдашк. Каччăпа хĕр хушшине тупăлха шăтса тухинччĕ. Ст. Шаймурз. † Тупăлха та турта, турă лаша. Ст. Ганьк. † Сарă-сарă тупăлха, сакăр çĕртен хуçăлчĕ. К.-Кушки. Сирĕн аллăрти туйăрсем тупăлха-и, çĕмĕрт-и? СТИК. Вăл ку тупăлхаран шăхлинчĕ тăват, шăхăртма тытăнат. N. Тупăлха, дерево, красное, как кровь, твердое, не режет нож (нухайкка аври). Ала 71. † Ушкăн кăна, ушкăн, ай, тупăлха, хĕрлисене суйласа касрăмăр. Байгул. Туртисене тупăлхаран тутартăм. Т.- И.-Шем. Вилнĕ çынна çуса тупăка вырттарсан, ун сулахай аллине тупăлха (scr. тупăлăха) тыттараççĕ; тупăлха пулмасан — йĕплĕ хулă, вăл пулмасан — хыт-хура е хĕрлĕ эрĕм тыттараççĕ. Вăл патака ак мĕншĕн тыттараççĕ; çынна пытарсан, ун патне шуйттансем пырса сырăнаççĕ, вилнĕ çын вара шуйттансене хăй патĕнчен çав тупăлха патакĕпе хăваласа ярат, тет. У каждого будто бы есть „тупăлха“, оно сильнее всех других растений для изгнания злых духов. Вилĕ-йăли. Тупăлха — род ивняка, очень жесткое дерево, даже, говорят, будто оно в воде тонет. Кора совершенно красная. На базарах бывают плетенные кнутики из „тупăлха“.

тӳчке

(тӳч’кэ), бить. КС. Ах çав арăм паян хĕрне хыт тӳчкерĕ-çке (била — по телу, большей частью — жирному). Завражн. Тытса пĕре тӳчкерĕм (отдубасил).

тăп

подр. утиханию, смирному (неподвижному) стоянию или лежанию. КАЯ. Акка тутине сăхманпа тытса тăп выртрĕ вара (закрыв губы кафтаном). Ст. Яха-к. Ачасем каç, килĕсене тавăрăнса пĕтсессĕн, урамра-мĕнте кăнтăрлахи пек пĕр сасă та çук, тăпах (т. е. не как днем). Орау. Амăшĕ пĕре кăшкăрса ячĕ те, ачисем тăп пулчĕç (перестали бегать, прыгать). Ала 73. † Эпир вăй(ă)ран кĕрсессĕн, аслă урам тăп пулать. Ib. † Куккук сиксе авăтать, йĕлме йывăç янăрать; куккук сиксе тăрсассăн, йĕлме йывăç тăп пулать. СПВВ. ПВ. Тăп чарăнчĕ. П. Патт. Ним тăваймасăр тăп чарăнса тăчĕ. Шел. 104. Эх пĕтрĕм иккен эп кунта! тесе тăп чарăнтăм та, кĕтсе тăратăп. Т. VII. Сухаласан-сухаласан, çаккăн сухине çĕр айĕнчен темскерле пĕр хуран хăлăпĕ çаклана пачĕ, тет те, лаши тăпах чарăнчĕ, тет. Альш. Тукмакĕ тап чарăнат, тет. N. Лешсем тĕлĕнсе кайнă та, тăпах чарăнса тăнă. Орау. Лаши хыт уткăнса пынă çĕтрех тăпах чарăнчĕ. Чебокс. Пынă çĕртех юлташ тăпах тăчĕ. Баран. 87. Лашасем аран утаççĕ, кăшт кайсан, тăпах чарăнчĕç. || Смирно, тихо. Якейк. Тăп тăр! Стой смирно (не шевелясь). Ib. Тăп лар! Сиди смирно. Хурамал. Тăп тăр, айван. N. Хăй тăп ларать те, акăш-макăш йывăр ыйтать. СТИК. Лашасем тăп тăраççĕ (остановилнсь). Нюш-к. Пур çĕрте те тăп тăрать (или: типтерлĕ тăрат). Все в порядке. || Благополучно. N. Тăп тăнăшăн тав-та-пуç. || Аккуратно. Букв. Аллу-уруна тăп тыткала. (Смотри, чтобы ноги были аккуратно обуты. Сред. Юм.). Ib. Тотуна-çăварна тăп тыткала. Придай рту аккуратную позу. Ib. Ута пĕртте тăккаламасăр, пит тăп тытса кайрĕ. N. Юсман пек çӳхе тутине тăп тытрĕ. Кĕвĕсем. Сире, тантăшсем, мĕн пулнă, тутăрсене тăп тытнă (тихо стоите, закрыв губы). Сред. Юм. Тотуна мĕн тем сарлакăш сарса тăран, тăпрах тытма йорамас-и д. || Скромно. N. Аван ăспа тăп çӳрени. || Полно. Изамб. Т. Çĕрулми çисен, хырăм тăп пулат (в животе делается полно, твердо и тяжело). || Как раз, впору. Собр. † Тăвансем патне кайсассăн, тăват ан кĕпи те тăп пулчĕ; ютсем патне кайсассăн, виçĕ ан кĕпи те пушă пулчĕ. Рак. Çӳле ывăтрăм, тăп тытрăм; тепре ывăтрăм, май ӳкрĕ. (Шакăлла выляни). || Довольно много, порядочно, более чем мало. СПВВ. Тăпах, весьма много. N. Малтан пĕр вăхăта чĕрĕ пулнă ӳт пайĕсем халĕ пурте тăпах пулнă.

тăрлат

(ты̆рлат), издавать звук „тăр“, шуметь. КС. Унăн урапи тарлатса пырать (быстро и ровно). Б. Олг. Лаша хыт чупсан, урапа тăрлатса пырат (или: кăрласа). Ib. Таста карĕ пар лашапа, тăр-тăр-тăр тăрлатса карĕ. КС. Кăнчала урапи тăрлатать (быстро вертится; звук).

тăрăш

стараться, прилежно относиться к делу. Юрк. Пирĕншĕн вăл темĕн тĕрлĕ тăрăшнă. Янорс. Атте ман çĕр ĕçлесе пурăннă, тата умаççи пахчи тăвасшăн нумай тăрăшнă. N. Тем пек тăрăшсан та, ухмахран çӳлĕ пулаймăн (или: ухмахран çӳле тухаймăн), тесе тарăхнă. Изамб. Т. Эй ачам, тит, хыт тăрăш. Тăрăшни маншăн пулмĕ, хушăн пулĕ. Ib. Хăçан пĕтерме тăрăшатăр (собираетесь, намереваетесь). Кан. Анчах пирĕншĕн тăрăшниех курăнмаст. N. Тăрăшакан, старательный. Тăрăшни, старание.

хаттар

то же, что хатар. Уралка. Хаттар = илемсĕр усал; хаттар ĕç = илемсĕр ĕç, в смысле несчастье (убийство); иные выговаривают хатар (хадар). N. Ял çĕр пирки хыт тавлашу. Хăмăшлăхра хаттар хускалчĕ.

хыт

то же, что хытă, твердый. Шел. 63. Хăш пуянĕ, хыт пăрçа, тăрать вăрçса, харкашса. || Резкий, грубый. N. Тата хытрах калăттăм, хама йывăр килейрет. Янтик. † Çӳл кĕлет пусми — вĕт пусма, епле пусса кĕрем-ши? Ют сăмахĕ — хыт сăмах, эп илтмесен кам илтес? || Внимательно, старательно. Якейк. Ачасам йомах хыт итлеççĕ.

хыт кайăк

назв. насекомого. Кипек. Хыт кайăк, жужелица (под бревнами).

хыт-катра

(хыт-катра), скупой, скряга. Карамыш.

хыт-кукар

(кугар), скряга, очень скупой. СПВВ. ГЕ. Хыт-кукар — япалана хĕрхенекен çынна калаççĕ. Сред. Юм. Хыт-кôкар, скупой. N. Çапук Яккуне сĕте те йӳнех паратпăр, хыт-кукара. Шорк. Хыт-кокар, старый скряга (женщина или мужчина). См. хытă-кукар.

хыт копшанкă

назв. насекомого, жужелица. Вăрман-к., Кипек. Хыт копшанкă, мокрица. Ой-к. Хыт купшанкă.

хыт-курăк

назв. растения. Ст. Чек., Н. Якушк., Башк. Хыт-курак, донник белый. Мыслец. Хыт-курăк, белоголовец. А.-п. й. 3. Еп хам хыт-курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ. СТИК. Хыт-курăк çур тырри çинче пулат. Вăл питĕ çӳлĕ илемсĕр, патак пек хытă курăк. Ӳсессе вăл сарăлса кайса ӳсмест, тĕпренех темиçе туратланса, чаркаланса кайса ӳсет. Чечекĕ унăн пĕчĕкçĕ, шурă тĕслĕ. См. хытă-курăк.

хыт кăрăç

назв. гриба, подгруздь. Ст. Чек. Вомбу-к. Хыт кăрăç (скрипун). См. хытă-кăрăç.

хыт кĕрĕк

(кӧрӧк), назв. рыбы. Сред. Юм. Хыт кĕрĕк или хĕрлĕ çôнат, окунь (уланкă); унăн хуппи вĕтĕрех пулать те нимпе те хăпăнмас. Н. Карм. Хыт кĕрĕк, твердочешуйная рыба. См. хытă-кĕрĕк.

хыт суха

паровая пашня. М. Сунч. Юрк. Хыт суха çийĕ. Череп. Хыт сухана тухнă (под озимое). Изамб. Т. Çимĕкре купăста лартсан, хыт сухаччен канаççĕ. Ст. Чек. Хыт суха (хире кĕркунне акаччен, и общее название парового поля). См. хытă суха.

хыт çилĕ

хыт çиллĕ, переплетенный, в переплете. Индырчи. Ку кĕнеке хыт çиллĕ-çке! Изамб. Т. Хыт çилĕ кĕнеке, переплетенная книга. Ib. Эпĕ хамăн кĕнекене хыт çилĕ тума патăм.

хыт-хура

назв. растения. Хурамал. Н. Карм. Хыт-хура = тăваткăл хура. Б. Аккоз. Хыт-хура, дикий цикорий. N. Хыт-хура, назв. растения. Вилнĕ çын аллине хăш чуне тупăлха вырăнне тыттараççĕ. Башк. Хыт-хура е шпакат курăк, тысячелистник. Чертаг. Хыт-хора, чернобыл. || Общее название сухих, засохших, жестких трав. Альш. См. хытă-хура. Чув. прим. о пог. 457. Хĕлле хирти хыт-хура ăçталла тайăлать, çулла тырă çавăнталла тайăлать. Зимою в какую сторону наклонится высохшая и почерневшая полынь (высокая сорная трава), в ту сторону летом наклонится хлеб. Виçĕ пус. 24. Çĕре хытта хăварас ĕçе тĕрĕс туса пымасан, унта малтанхи çулне пĕтĕмпе хыт-хура шăтса тухать. Кан. Хыт-хура пек типшĕм. N. Хыт-хура вит у, çапă вит у. Чураль-к. Катаран Марфа, патне пырсан хыт-кура. (Сывлам). Ст. Чек. Сухаличчен хире хыт-хура теççĕ. М. Тув. † Хура ĕне пăрушне хыт-хура та пырĕ-ха; çакĕ ялăн хĕрсене урçана та юрĕ-ха. N. † Пăри терĕм акăнчĕ, сĕлĕ терĕм сапăнчĕ; шăтрĕ тухрĕ хуп-хура ăшçунтармăш хыт-хура. || Сред. Юм. Çын хыт-хорине мар, хамăрăнне те шоратса хăвармалла мар-ха конта.

хыт-хуралă

обильный травой хыт-хура. Н. Карм. Хусан купсисемех ăçтан иртет, хыт-хуралă ана пуçĕнчен.

хыт-хуралăх

место, поросшее травой хыт-хура. Бел. Гора. Çав хыт-хуралăхпа кăшт кайсассăн, ман хăлхама тем кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ.

хыт-шампа

назв. рыбы, голец. Аксарино. Сареево. Хыт-шампа е йăмпăлтак (полă).

хытар

(хыдар), понуд, ф. от гл. хыт. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарма тытăнсан, кĕрӳ аллисене хытарчĕ те, ниепле те халатне (поддевку) хывма памаст. Бгтр. Вопăр пĕтĕм кĕлеткине хытарса лартиччен. N. Ăçта каян, чĕкеç, çумăр витĕр, çунат вĕçĕсене ай хытарса. Альш. Салма пек, лапчăтса кăмакана лартса хытарат чашкăпа. N. Çăкăра хытарса ярап. || Закрутить. Сред. Юм. Терĕш хытар. || Сжимать. Ёково. Чĕччине хытарат, сжимает соски и не выпускает молоко (о корове). || ЧП. Чунне хытарса çӳрет. Ходит, скрепя сердце. N. Хăй тăванĕнчен кăмăлне хытарса пурăнакана епле çын юраттăр. || N. Лешĕ вĕсене хытарса каланă (сказал строго). Н. Лебеж. Сăнăма та хытарса сăмах хушрăм, виççĕр манет укçана илĕр, терĕм. Юрк. Çак килте хытарса пĕр сăмах ан калăр. N. Ачăрсене Хусана ярас-тăвас пулсан, çак эпĕ каланă пек вĕрентсе хытарса ярăр. || Уговаривать. Никит. Матки Ивана (говорила Ивану жена : сутах парас пулать, ахаль пулмас, тесе хытарчĕ. || Учить. Ачач. 21. Каяс пулать сурăх çитерме! тесе каланă пĕрре çиллĕ сасăпа. Апла каласа вăл ывăлне хытарма шутланă мĕн. Кан. Хытармалла. Надо проучить.

хытă

(хыды̆), твердый, жесткий. N. Хытă çĕр, жесткая земля. Ст. Чек. Хытă (о железе). Чув. пр. о пог. 167. Хытă, хыт тăрать (о твердом облаке, с резкими очертаниями). Эпир çур. çĕршыв 10. Пирĕн тырă та курăк та ĕлĕк хытă пулнă вырăнтах питĕ селĕм пулать. || Жесткий (о воде). Вишн. 67. Хытă шыв та аван мар, ун ăшĕнче пăрçа та лайăх сарăлмасть, чей те пиçмест, ĕçме те хытă вăл. || Твердое, жесткое. С. Дув. Хытă юман хыттине касса турпас тухмарĕ; хытă пуян ывăлне ытса укçа памарĕ. N. Мĕн çирĕн? — Хыттипе çемçи. Череп. Чĕре анине хытă кĕрет (подваливает под сердце). || Тяжелый, трудный. Собр. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. (Послов.). N. Сан çăварăнтан тухнă сăмахсемшĕн хытă çулсенче те пăрахмарăм. N. Хытă чирпе чирленĕ çын час вилсе кайма та пултарать. N. Питĕ хытă вăрçă варçать. || Тягость, трудность. N. Вăл пурăнăç хыттине те курнă. N. Пурăнăç хытти чак хытă. Жизнь очень трудна. || Скупой, скуповат, скупость. N. Эй, хытă та! ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. Якейк. † Хоячкам четвĕрт пуçлас тет, хĕрпе кĕрӳ кайччăр тет; пирĕн хончкамăн та хытти пор. Регули 1065. Хытăран никама та памасть. N. Майсăр пуянскер пулсан та, хăйĕн хыттипех. || Устойчивый, соблюдающий себя. Шорк. Хытă хĕр. (Употребляется в смысле хорошего поведения). || Жестокий. N. Хытă чĕреллĕ, жестокий. || Тугой (об ухе). Кама 68. Эсĕ, Митьтя, кунтарах лар, сан хăлху хытăрах. См. хытă холхаллă. || Туго. Тимĕр. Хурама та пĕкĕ кӳлме хытă, чӳлĕкне туртсан авăнмас. Альш. † Пилĕкме хытă çыхайрăм, ăсма хытă татайрăм. Ёрдово. Лашине хытă кӳлсен, тавраш ванать, теççĕ. Пухтел. Хытă уçăлать (о туго отворяющейся двери). || Строгий. N. Закон хытă пулнă. N. Ну, кĕрӳ, питĕ хытă алăра пуль-çке, тепле çăлăнса килен. || Твердо, строго. || N. Ăсна хытă тыт, укçуна хĕсĕкрех тыт. || Строго, сурово. || N. Вăл итлемен çынна эпĕ пит хытă тытăп. N. Ăна тата хытăрах тыта пуçланă. ЧП. Арăму хытă тытсан, эс те çӳремĕттĕн çĕр хута. N. Хĕрарăм пулсан та, хăвăн ачусене хытăрах тыт, вĕсем усала ан вĕренччĕр. Сред. Юм. Ачусĕне хытăрах тыт, ôнсăрăн çын пахчине пит кĕреççĕ. N. Ху ăсна хытă тыт. N. Хытă тăр, сурово, строго жить. Истор. Вăл унта хăйне хăй пит хытă тытса усранă. N. Çынна усал ĕç тума хĕтĕртнĕшĕн хытă сут тăваççĕ. || Грубый, грубо, резко. Баран 58. Хытă сăмах каланăшăн каçар мар. (Может быть надо: „Хытă сăмах каланине каçар“?). N. Вĕсем хытă сăмахсем çĕкле-çĕкле калаççĕ. N. Аннене хытă каларăм, эпĕ сума сумарăм. || Крепко. N. † И вĕçес çук, вĕçес çук, çатан карта хытă тытать. N. Халĕ нимех те тумастпăр, Атăлĕ хытă ларман та. Орау. Çывăрса юлăр.— Ăйăхне хытă çывăратпăр-çке те ăна. Баран. 125. Çанталăк сивĕтнĕçемĕн упанăн ăйхи йывăрланса килет, хытăран хытă (все крепче и крепче) çывăра пуçлать. Кан. Çĕршыва сыхлас ĕçе хытăран та хытăрах вăйлатма кирлĕ. N. Хытă çыврать. Спит крепко. || Плотно. N. Куçусене хытăрах хуп. || Громко. Янтик. † Тата хытăрах каласан, хамăра вăй килмĕ-ши? (Вăйă кĕввисем). N. Хытă кала 1) громко, 2) строго. Альш. Пӳртре хăнасем ĕçеççĕ: шавлаççĕ, калаçаççĕ. Сас-чĕвĕ хытах пӳртре. || Терпеливо. N. Вăл çав асапсене пит хытă тӳссе тăнă. || Быстро. N. Эс хытă отатăн! Ты ходишь быстро. Регули 1401. Эп кортăм, пит хытă чопса кайрĕ. || Много. Вишн. 60. Хытă, час çисен: ку çын çиессе те сатур çиет, ĕçлеме те сатур ĕçлет пулĕ, теççĕ. О сохр. здор. 98. Çиессе те хытă çиеççĕ, ĕçлессе те лайăх ĕçлеççĕ. Синерь. Хваттер хуçисем калаç, тет: пирĕн пĕр стряпкă пурччĕ, çав юмаха (сказки) хытă пĕлетчĕ, тесе калаççĕ, тет. Регули 1402. Хытă çият, ĕçлет. Якейк. Эс онпа хытăрах калаç-ха, вăл сана тем те кăтартĕ. А ты говори с ним больше, еще не то будет. Ib. Эс хытăрах шыва кĕр-хе (к этому можно прибавить: пĕтĕмпех те полăн, т. е. еще утонешь). || Здорово. N. Хытă лартать вăл тĕлĕк, шуйттан. || Сильно. Çутт. 62. Кĕркуннехи тăм хытах укнĕ пулмалла. N. Çумăр хытах çуман. Капк. Сывалĕ-ха. Хытах ӳсĕрмест. А.-п. й. 70. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. N. Вăрçă питĕ хытă вăрçать. N. Патак ил те, хытă ишсе кăларса яр. ЧС. Алă тата хытăрах ырата пуçларĕ. Юрк. Улпут пĕре çапла эрех ĕçсе пит хытă ӳсĕрĕлнĕ. Капк. Эп сире питĕ хытă кĕтрĕм. КВИ. Чул çумĕнче пĕр этем ларать хытă йăнăшса. N. Йăвăçсем хытăран хытă кашла пуçларĕç. А.-п. й. 15. Йытă тус, ытла хытă ан вĕр-ха, атту кашкăр килсе иксĕмĕре те çисе ярĕ,— тет. Ib. 4. Анне пăхса тăман та, яшка хытă вĕренĕ, мулкач хытă вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ. || Очень. N. Сана Верук хытă кĕттĕр ( = кĕтрĕ): килет пулĕ, тесе. Альш. Чĕнтĕм хытă, тет: килес, терĕç. Ib. Хăйсене пыма питĕ хытă каларĕçĕ. Чхĕйп. Пит хытă хăранă. Очень боялись. Регули 1403. Хытă çиленчĕ он çине. N. Арăма кĕркунне укçа хытă кирлĕ пулнă (пока добились). Изамб. Т. Пурсăмăр та пит хытă ӳсĕрĕлтĕмĕр. N. Питĕ хытă тав-тăватăп вăлсене. || Очень хорошо. N. Хотла хытă пĕлетĕп. тетчĕ. || Настойчиво, смело. N. Унта халăхшăн хытă тăракана суйлас пулать. || Крутой (о каше, о яйцах). Чураль-к. Хытă пăтă çимĕттĕм, çăвне кура çиетĕп. Череп. Хытă пиçнĕ çăмарта. О сохр. здор. Çăмарта чĕрĕлле те, калеклĕ пĕçернине те, хытă пĕçернине те çиме юрать. || Назв. болезни. N. Эпĕ хасĕр пăртак сымартарах выртап больницара, хысанаран ăш хытти туртать, и пилĕк ыратать (б. Чист. у.). Ст. Чек. Ăша хытă кĕни. Чăв.-к. Эпĕ ăша хытă кĕнипе ни йĕре пĕлместĕп, ни тăра пĕлместĕп. N. Вилĕм хытти туртнипе (предсмертные судороги). N. Юмăç карчăкки аллине кĕпе айĕнчен хырăм çинелле (мне) чиксе ячĕ те, хырăма аллипе пуса-пуса калать: ак кунта Ишек хытти, ак тата Кипĕт хытти. Ишеке çурта кайса памалла, Кипĕте хур пусса чӳклемеллĕ, тет (от боли в животе). Моя автобиограф. Будучи лет 9 или 10, я заболел какой-то внутренней болезнью. Мать повезла меня к Семеновой старухе. Меня положили вверх лицом. Йомзя подсунула свою руку под мою рубашку и щупала мой живот, при чем говорила: а вот это Ишек хытти (т. е. это жесткое место от Ишаковского бога), а это вот Кипĕт хытти (от киремети Кипĕт) и т. д. Альш. Шыв хытти; ăншăрт хытти; сивĕ хытти; çын çилли хытти; кĕлĕ хытти; вилĕ хытти; вилĕм хытти. Ib. Мананкăкăр айне сивĕ хытти кĕрсе каять та, сывлама йывăр пулать. N. Çын çилли хытти = çын çилли чирĕ. См. çын çилли чирĕ. (вып. ХII, стр. 154). || Назв. поля. Тайба Б.

хытă-кукар

скряга, скупец. N. Хытă çынна хытă-кукар теççĕ. СПВВ. ЕС. Хытă-кукар, япалана шеллекен, хĕрхенекен çын; унтан япала кивçен ытсан, хурăнташне те памаст. См. хыт-кукар.

хытă-курăк

назв. растения, донник. Хурамал. См. хыт-курăк.

хытă кăраç

назв. гриба, подгруздь. См. хыт кăрăç.

хыта кĕрĕк

(кӧрӧк), назв. рыбы, ĕрш. См. хыт кĕрĕк.

хытăм

скряга. См. Магн. М. 5, 119, 120. || Яргуньк. Ватă çынсем çăвăрнă чух шăн-шак хытса выртсан, уна хытăм чӳк тесе каланă. (См. хыт чӳк). Уна асанса тăвăпăр тесе, е салат, е хăмла, е çăнăх пĕр çĕре тутăрпа çыхса чул айне хунă, тит, çав чул айĕнче çичĕ çул выртнă, тет. Çич сыпăкран е салтака кайнă ачана кĕтнĕ, е качча кайнă хĕрсене шыраса йĕрлесе тупнă та, вăсем вара салат, хăмла, çăнăх вăсенчен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тунă, тет. Вара çич сыпăкри хурăнташĕсене сăра тунă, тата пухнă çăнăхсенчен юсман тунă та, сăрине ĕçнĕ чухне, пĕри те каланă, тепри те каланă: хытарса пăрахать, тесе; вара турăмăр-ха, тӳрлени-ха, тенĕ.

хытă пуçлă

упрямый. Якейк. Хăш лашая кайма тапратсан ним туса та чармалли çок, онашкал лашасене хытă пуçлă лаша теççĕ. Ib. Онашкал хытă пуçлă лаша корман эп, тăваттăн тытса чармалла мар. Сред. Юм. Хытă пуçлă лаша, лошадь, которая не слушается вожатого и не идет куда ее направляют. См. хыт пуçлă лаша.

хытă суха

пар. См. хыт суха. N. Хытă сухана миме тутартăм. N. Çапла вăсем хытă сухана тухачченех ялан вырăс-эрникунпа эрнекуна праçник тăваççĕ. N. Арçынсем хытă сухана каяççĕ.

хытă-хура

назв. жестких крупных растений вроде „пилеш тăрлă корăк“. В. Олг. Начерт. 192. Хытă-хура, черно-быльник. См. хыт-хура.

хир качаки

дикая коза. Б. Олг. Якейк. Хыт ахракан ачасене хир качаки пак сикет теç. Сред. Юм. Хир качаки, серна. Ишек. Хир качакисем пучĕç, тет. Хора-к. Хир качаки-мĕн курмарăм, шур хӳмене курах карăм. N. Анкартинчи хир качакине çавăрса илсе пулмарĕ. || Назв. птицы. Кубово.

хупăллă

в переплете (о книгах). Ачач 50. Хыт хупăллă пысăк тетрать туртса кăларса странитсисене уçкаласа хупать.

хутăшлă

смешанный, смешанно. Б. Олг. Пăрлă хотăшлă йор çуат. N. Юрлă хутăшлă çăмăр çăвать. Изамб. Т. Час-часах кантарпа пуса хутăшлă арлаççĕ. N. Ах, ку хутăшлă япала! Авăртма йăвăр-çке, инки, чула хыт сăтăрать. ТХКА 84. Эпĕ ĕнтĕ çавăнпа чăвашпа тутар хутăшлă çын. N. Хăвă шухăшла, еплĕпе юнлă хутăшлă шăв ĕçрĕмĕр. Сунт. Юлашки кĕреçе мăянпа хутăшлă тыррине ывăтма тăнăччĕ Хватей, вара ырашĕ те сăвăрса пĕтетчĕ.

Хăят

назв. села Кияти. || Назв. ярмарки. Образцы 12. † Хăят çите пуçласан, хĕр саланать урамран. Симб. Хăят килет çывăхарса; Хăят хăççăн хыт сухана сӳреççĕ. Альш. Япалана тата час тăваймасан: Хăятран тавăрăнсан тăвăн-а? — теççĕ. Ib. Хăшĕ Хăят каçĕ тăватчĕç тет (т. е. учук), хăшĕ маларах.

хăнча

(хы̆нџа), когда. Пшкрт. Н. Сунар. Ана йăранчи хыт курăкне хăнча выльăх çини пур, çакă ял хĕрĕсен хăнча яла кайни пур. Регули 195. Хăнча вăл сумар выртрĕ, çавăн чох эп он патне пырса. Ib. 147. Эп илтрĕм, хăнча вăл санпа попленине. Янгорас. Эс хăнча килтĕн-ке? N. Хăнча = хăçан.

хăпар

подниматься, всходить, взьезжать. А.-п. й. 50. Вара таки ту çине хăпарса кайса мĕн пур вăйпа чупса анать те, кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Баран поднялся на гору, бегом спустился и изо всей силы ткнул волка. N. Ӳпке пулсан хăпарăп. ГТТ. Ӳпке пек хăпарса кайрĕ. К.-Кушки. Пĕлĕт хăпарат. N. Аялтан унăн тымарĕ типсе хăпарĕ. Абаш. Атăл таппи хăпарчĕ. По речке пришла вешняя волжская вода. N. Çав авнă йăвăçа ярсан, йăвăç çӳлелле хăпарса ачана çӳлелле çĕклесе карĕ. А.-п. й. 35. Ăсу пĕтрĕ пулсан, пĕр картлашка çӳлерех хăпарса вырт та, вилнĕ пек пул,— тет. N. Çумăр хĕвел анăç енчен пирĕн енелле хăпара пуçларĕ. Якейк. Ай-яй, Карантăкри çыр (овраг) ытла хыт хăпарать-çке (быстро размывается в низовье и идет все выше и выше). Юрк. Хăмла çырли, палан çырли шыв сулханпе хăпарат. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ. Бес. чув. Хăпарнă чух кăшт чарăнса тăчĕ те еррипе хăпарса çитрĕ. Ст. Чек. Хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Юрк. Чĕлĕм çинчи тапак хăпарса çунсан, йĕпе килет. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çине хăпарнă чух ывăннă пек эпĕ пултăм. || Итти. НР. † Анатран хăпарать шорă пăрахот. Снизу идет белый пароход. || Влезать. Икково. † Çырми тарăн полсан та, çолĕ такăр полсассăн, анса хăпарма полатех. Абаш. Пĕр çăкăр, пилĕк пашалу, пĕр çĕклем утă хутăм, хам хăпарса лартăм. А.-п. й. 111. Сикрĕ тухрĕ те, урапа çине хăпарса ларчĕ. Ib. 13. Упа юман çине хăпарса кайрĕ. Медведь полез на дуб. Ib. 57. Йăва тилĕ сăмси çине хăпарса ларчĕ те, татах юрлама пуçларĕ. N. Виç хут çӳллĕш хăпартамăр. Мы были на высоте третьего этажа. Юрк. † Пусса хăпарас пусмине (у дома) пылчăк хăпарнă. КС. Эпĕ аслăк çине хăпартăм та юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. || В перен. смысле. N. Ертел çинчен ан хăпар. || Всходить (о тесте). || Расти. Якейк. Çарансам кăçал ку таранччен лайăх хăпараççĕ те-хе, валалла тепле полĕ. Чув. пр. о пог. 451. Тĕтреллĕ çăмăр çусан, хăмла хăпарат. Если моросит, хмель растет. Аттик. Шыв тулса чаксассăн, улăхсем çинче, çарансем çинче курăксем ешĕрсе хăпарса тухаççĕ. || Опухать, вздуваться. Тет. Унăн ури тупанĕ хăпарнă, вăл пур пĕрех вилет. Кан. Çурăмсем хăпарса тухичченех выляттăмăр. N. Урасем чысти хăпарса пĕтрĕç. N. Ура тупанĕсем хăпарса тухсан, вĕсене чĕрнепе туртса татма юрамасть. Изамб. Т. Пăр (град) пуçне килсе çапнă та, пуçĕ чăх çăмарти пек хăпарса тухнă. Ст. Шаймурз. Ман анненĕн куçне чăх çăмарти хĕрли пек ӳт тĕслĕ темĕскер хăпарса тухнă. Скотолеч. 19. Тарланă лаша сивĕ çĕрте тăнипе тепĕр кунне ӳчĕ хăпарса тухнă пулсан... N. Урасем хăпарса тухрĕç. Скотолеч. 33. Çав шатрасем хăмпă пек хăпарса тухаççĕ. Ib. 20. Çулла ăшă çанталăкра шăна-пăван çыртнипе лашанăн çан-çурăмĕ хăпара-хăпара тухать. Ал. цв. 8. Акăш мамăкĕнчен тунă тӳшек çинче ту пек хăпарса выртать (о пуховине). || Взорваться. Пшкрт. Вăлсам поткоп тусассăн, печке лартнă-ç онта, тар печки. Печке патня çорта çутса лартса. Каран хăпарса карă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Кашкăр выртса йăванчĕ тет те, мăн (пысăк) хурчăка пулса хуракăшĕнчен те (акăшран та) çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет. Волк лег, перевернулся, оборотился ястребом и взлетел еще выше лебедя. Орау. Шăтăкин айккисене чултан туса хăпарнă. Стены ямы обложили камнем. Ib. Армантан тавăрăннă чухне лава аран-аран турттарса хăпартăм.

куçăх

быть сглажену, изурочену. Альш. † Аттерен-аннерен пĕр ача, куçăхмасăр ӳснĕ эп. Ib. † Мĕшĕн пăхаймастăр тусăр çине, тусă куçăхасран хăратрам? ПВЧ. 107. Ямпах хĕрсем çурта пек те, хыт ан пăхăр — куçхаççĕ (те). — Куçăхма мар, куç ӳктĕр те, эпир пурăнса савнас çук (пусть не только сглазятся, а даже хоть заболеют: не нам с ними жить и радоваться). Курм. Тем ытла хытă янтăра пуçларĕ, куçăхмасан, йорĕччĕ. Что-то уж очень пошла про него слава; хорошо, кабы не сглазили. Янтик. † Хĕрсем ӳссе çитнĕ чух, сив (неприветливым?) куçăрпа ан пăхăр: хĕр куçăхать, тиеççĕ.

кӳт

(кӳт), коченеть (от холода). Рак. Çын хытă шăнсан: пĕтĕмпе кӳтсе кайнă, теççĕ. Ст. Чек. Кӳтес = шăнса кăяс. ТММ. Кӳт, замерзнуть до боли, до полуомертвения. КС. Ал, хыт шăнсан, кӳтет. СПВВ. Шăнса ал кӳтрĕ; çиленсе кӳтсе çӳрет (т. е. не говоря ни слова, со злобой). ЧС. Хальхи çур çанталăка хăвăр та пĕлетĕр: хăшĕ пилĕк таран путса ларнă, хăшин атти тĕпĕ тухса ӳкнĕ, хăшин ури шăннă, хăшин алли кӳтнĕ. (Вирĕм). Хурамал. Хĕлле алă сивĕ шыв ăшне чиксен, алă кӳтсе каять. Шибач. Кӳтсе кайрĕ (озябли руки). Шел. 26. Тĕнсе, кӳтсе, шапарса... пырать сĕнксе Ессепе. Альш. Эпĕ чыстиех кӳтрĕм ĕнтĕ (продрог). Ib. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, кӳтмеç(çĕ) иккен пăлан тьыхисем. СПВВ. МС. Манăн алă кӳтрĕ, теççĕ; тата: манăн ăш-чик кӳтсе çитрĕ. || Об исступлении. Йӳç. такăнт. 71. Чунĕ кӳтсе çитнипе, сĕтел çине ӳкет те, ĕсĕклесе улама тытăнать. Н. Тингешево. Чон кӳтсе çитрĕ (когда хочется плакать). Кан. Чунтанах кӳтсе çитрĕм. Кильд. Ку тăлăх ача нимĕн калама та пĕлейман, чунĕ кӳтсе килнипе вăл тата ытларах ĕсĕклесе йĕнĕ. N. Хăвăра кураймасăр пурăннине кура сирĕн чĕрӳсем кӳтсе çӳремеççĕ-и? Беседы. Хăшĕ (иные) çилĕ килсе, ăшĕ кӳтнипе çиллине шăнараймасăр йĕреççĕ. НЧ. Хуйхăпа ăш ӳтнĕ çынсене хăтарса ил. || «Быть в дурном настроении, в молчании». Б. Крышки. || Ожесточаться. N. Атăл таврашĕнче пурăнакан халăхсем пурте тарăхса кӳтсе çитнĕ. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем чарасах, терĕç. Çутт. Укахви кĕтесре пĕр чĕнмесĕр... кӳтсе ларать (молчит, не двигается). N. Çилĕпе кӳтсе (вне себя, от гнева, trausportes de rage). N. Чон хорланса килчĕ, шчик (= ăшчик) кӳтсе тăчĕ çыру çырнă чухне. N. Эпĕ санран письмо час илеймасан, ман чунăм питĕ кӳтсе пурнатm. Йерк. 130. Чун кӳтнипе ун туйне хатĕр паян вăл пăсма (расстроить). N. Утне çитмен туртине. (тенĕ пек), чун кӳтнипе чун хутрăм. N. Пурин те çил-хаяр та пур, кĕвĕçӳ-кӳренӳ те пур... кӳтесси- пăтранасси те пур, вăрçасси-хирĕçесси. П. И. Орл. Çаккăн (его) ачи (сынишка) унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çуренĕ, тет.

кăвакарçын

(чит. -з'ин), голубь. Кăмак-к., Шибач., Сохрон-й. См. кăвакарчăн. N. † Кăвакарçын çӳлте вылясан çĕрте курăк саралат. (Солд. п.). N. Пĕр виç-тăват контан, кăвакарçынсам йăва йăтма пуçларĕç. Пĕчик çатракасам, вутă (сено) пăрахса панă вурăнти хыт хурасене йăтатчĕç.

хыт кăкар

скупец, скупердяй. Ишек. См. хыт кукар.

кăрла

(кŏрла), шуметь (резко). Хорачка. Ай-ай, кăрласа килет, аслă çамăр килет. Торп-к. Унтан вут кăрласа (кŏрлаза) çонма тапратрĕ, тет. Сятра. О-ой, пăр (град) кăрласа (кŏрлаза) килет! || О быстро едущей телеге. КС. Лаша хыт чупсан, урапа кăрласа (кы̆рлаза) пырать. См. тăрлат. || Издавать особое урчание (о животе). КС. Вар кăрлать [(кы̆р-) об особых звуках, когда говорят, что «пӳсĕр çиет». Бывает не только у одних киляков].

кăртлă курăк

назв. раст. Рак., Кайсар. № 43. Кăртлă курăк. Хыт курăк. Череп. Кăртлă-курăк, папоротник. Баран. 41. Час-часах вăрманта кăртлă-курăк тĕл пулăн.

кăртăнкă

ы̆рды̆ҥгы̆), туго натянутый (о веревке); с натяжкой. Шарбаш. Якейк. Икĕ патак хошшине кантра çыхсассан, çав кантра хыт тортăнса тăрать полсан, ăна вара: кăртăнкă çыхнă, теççĕ; пошăрах полсан, кăртăнкăрах çых (с'их, завяжи потуже), теççĕ. Кильд. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет, çиме вара кăртăнкăрах (недостаточное, скудное) пулать. (Так и в Якейк.).

кĕнтелем

(к'э̆н'дэл'эм), свидетель. Бел. Кайран Левруш пичче сута пачĕ те, пире иксĕмĕре кĕнтелем турĕ (выставил свидетелями). Ib. Хыт-хура! (назв. раст.) кĕнтелем пул, вĕлереççĕ! (Призвал в свидетели траву).

кĕрле

(к'ӧ̆рл'э, кэ̆рл'э), шуметь. Сред. Юм. Пăрахут иртсе кайнă чôхне, хăй кôрăнмасан та, кĕрлени илтĕнет. N. Вут шыв айĕнчен каллах кĕрлесе çунса карĕ, тет. КС. Çурт (строение) çуннă чухне кĕрлесе, шатăртатса çунать. Альш. Хыпать (огонь) хайхи урамăн леш енне те. Каять кĕрлесе вăл енĕ те. КС. Шыв кĕрлесе юхать («водопад, сильный эвук»). Хĕн-хур. 203. Шур Чĕмпĕр хули кĕрлет хăй майпе... кунта тĕрлĕ шав... кĕрлет чан сасси. ДФФ. Унта сăрт айккинчен пĕр вăйлă çăл кĕрлесе юхса тухать; шывĕ сивĕ. Капк. Тулта çанталăк кĕрлет, ай тур-тур! N. Çил кĕрлесе вĕрет (самый сильный, с ревом). N. Кĕлте кӳртнĕ чух ялта урапа кĕрленĕ сас анчах илтĕнет. Чув. пр. о пог. 90. Сăмавар кĕрлесен, çăмăр пулат. Если самовар шумит, будет дождь. Шорк. Вăйлă çил тохнă та, вăрман кĕрлесе анчах ларать. N. Тупă сасси пĕр чарăнмасар кĕрлесе тăрать. Орау. Паян ир çăмăр хыт чашлаттарчĕ-çке! çурт тăррисем (железные крыши) аслати пек кĕрлерĕç. 93 çул, 11. Хаяррăн кĕрлекен тинĕс тĕлĕнче çамăр пĕлĕчĕсем хуп-хура ушкăнăн çакăнса тăнă. N. † Кĕтӳ килет кĕрлесе, хура ĕне килет мĕкĕрсе. (Хĕр йĕрри). Истор. Хай хрантсуссем, кĕрлесе, Мускава кĕрсе тулнă. КАХ. Пире килĕшпе чипер кĕрлесе (хорошо, весело) пурăнма пар, çырлах! (Хĕрт-сурт пăтти). Карамыш. Айроплан (или: яроплан) кĕрлет. Аэроплан шумит. N. Туй ачисем кĕрлесе те çитрĕç (подошли с шумом).

кĕрлевкĕ

(кэ̆рл'эвгэ̆), водопад. Изамб. Т. Кĕрлевкĕ пит хыт шавлат. N. Вăл кĕпер умне пĕлтĕр пĕве пĕверĕç те, кĕрлевкĕ пек пулса, вăйлă çумăр шывĕпе кĕпер катьне ишрĕ те, кĕпер каçса çӳреме юрăхсăр пулчĕ.

тĕр

комкать, Тим.. Тĕр тĕрме, ăна тĕрме мĕнĕ пур? Хуç хуçма, ăна хуçма мĕнĕ пур? (Вырăн пуçтарни). Тогач. Хуç хуçмалла, хуçмалла, унта хуçасси мĕн пур, тĕр тĕрмелле, тĕрмелле, уна тĕресси мĕн пур? (Тӳшек пуçтарни). || Собирать в кучу (солому). Изамб. Т. Малтан сеникпе сиктернĕ улăма тĕрсе чикĕм-чикĕм тăваççĕ. Сред. Юм. Авăн çапнă чохне кĕлтесĕне олăмласа тохсан, олăмне сиктерсен, тĕреççĕ (собирают в кучу). || Орау. Лекĕрсем амаль тунă чухне муклашкаллă тăракан амальсене тĕрсе çăнăх пек тăваççĕ. || Шурăм-п. Ĕçлекен çын апат нумай çиет; пăлатниксем те çавăнпа апата хыт тĕреççĕ. Сред. Юм. Апата тĕрет анчах. Много и скоро ест. Орау. Хăяр хуралçи çаккăра тĕрет анчах, леçсе те çитерме çук. Ib. Ĕне ута тĕрет анчах.

тĕркĕш

тесниться, грудиться. Эпир çур. çĕршыв 12. Хĕлле пирĕн пӳртре путексем те, пăрусем те пурăнаççĕ. Çапла тĕркĕшсе пурăннă пирки сывлăш таса пулаймасть. Туперккульос. Çынсем пĕрле тĕркĕшсе пурăннă çĕрте, вĕсем хушшинче тĕрлĕрен çын пулать. || Шуметь, возиться, толкаться. Сред. Юм. Тĕркĕшсе çӳрет, борется, играег, возится, валяется. Ib. Мĕн тĕркĕшсе çӳрен тумтире ватса. Аттик. Ача-пăчасем хĕпĕртенипе çĕрĕпех тĕркĕшеççĕ. Ст. Чек. Тĕркĕшес, кĕрешкелесе çӳрес (возиться, бороться, драться, о детях). N. Ярмăнкă вăхăтĕнче усĕрлекен те, тĕркĕшсе çӳрекен те нумайланчĕ. || Бегать быстро. СПВВ. ФИ. Тĕркĕшес — пит хытă чупса çӳресе шавлани. Хурамал. Сурăхсем хушшине кашкăр кĕрсен, сурăхсем тĕркĕшсе чупаççĕ (пĕрин çине пĕри таптаса чупаççĕ). || Волноваться. N. Хура халăх çавна китсен пăлхана пуçланă, унтан патаксем шырама тытăннă. Çапла халăх тĕркĕшнине курсан тиексем, старшинасем урам тăрăх тарса хăтăлнă. || Пылать (об огне). КС. Вут тĕркĕшет (пылает). || Браниться. КС. Хыт тĕркĕшрĕç вăлсам. || Ссора. Б. Олг. Тĕркĕш туас мар! || Тесно. Шел. П. 67. Урамĕсем питĕ пылчăк, пасар таврашсем тĕркĕш. || Шумно. N. Ир тăрса каç выртиччен тĕр-тĕр туса тĕркĕш пурнакан çеме пек иртсе каять. || Встр. в сложении: вăрçă-тĕркĕш.

чара

пах, паховая область. Хорачка. ЧС. Иртнĕ çура ыраш вырма тухсан хай лашанăн кайри чари шыçа пуçланă. N. Лаша ывăннă пулмалла, чари хыт сикет (тяжело и быстро дышит). Якейк. Выльăхсен кари пĕçĕ панчи хырăм айне чара теççĕ. Сред. Юм. Лашана пăтратса çитермен пôлмалла паян, чари пит пôтса кĕрсе кайнă. Paas. Чара – безволосое место на животе животных. || Скорлупа, кожица. Хорачка. Çăмарта чари, пленка.

чикан

цыган. Якейк. Çакă ялăн ачисем чикан тума пит лайăх. Ib. Чикан мари полччăр-и, йомăç пăхса ларччăр-и, хыт сухари çиччĕр-и. Н. Шинкус. Çавăн чухне вĕсен ялне чикансем килчĕçĕ. || Прозвище человека. Изамб. Т. Кунта Чикан Михали ăçта пурăнат? || Кличка животных. СТИК. Чикан, кличка лошади, купленной у цыгана. Ст. Чек. Чикан – йытă ячĕ.

чихварккă

неизв. сл. Ишек. Чихварккă хыт тортнă, тет те, чихварккăпа чирлесе вилнĕ, тет.

чуп

чоп, бежать, скакать. КВИ. Лаши чупать пуç ухса. КС. Ай-яй, лаши хыт чупаçке (= чупать-çке). Ах, как быстро бежит лошадь. Образцы 44. † Пĕчĕкçеççĕ лаша турă лаша, чупма турти вăрăм пулинччĕ. N. Юртăпа чупать. Регули 102. Ку лаша чопасра (чопасса) çăмăл. Калашн. 15. Кайăк пек вĕçсе килелле чупрăм. И домой стремглав бежать бросилась. Хĕр йĕрри. Тăван тесе чупрăм та, çичĕ ют ачи пулайрĕ. Ib. Чупрăм антăм çырмана кĕмĕл çĕрĕ пулĕ тесе. Ib. Чупрăм антăм çырмана, юхрĕ тухрĕ шерепем. Ib. Чупрăм кĕтĕм пĕр пӳрте, хамăр çеме пулĕ тесе. Ib. Ах, аккаçăм, аккаçăм! Пĕрре ларма килтĕм те, чупрăр тухрăр ăрама, хамăр тăван пулĕ тесе. Ib. Чупрăм тухрăм ăрама, хамăр савни пулĕ тесе. Образцы 45. † Чупрăмах та тухрăм эп урама. N. Кĕт тарланă тарламан — шыва чупать чӳхенме. КВИ. Ав унта хитре хĕрсем ĕни хыççăн чупаççĕ. НР. † Чупрăм каçрăм çак ăрама... Прибежала я на эту улицу... N. Тӳсеймесĕр масар çине чупа парать. Хĕр йĕрри. Атте çурчĕ утмăл хăлаç, ут пек чупса çӳреттĕм. КВИ. Ачи-пăчи выляса чупса çӳрет урамра. Ск. и пред. чув. 15. Вара кĕтӳçĕ пӳртнелле чупса кайрĕ васкаса. Ib. 46. Чупса та кайрĕ вăл хăйĕн килне. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. N. Пуян пиччĕшĕ ку пуйни çинчен илтет те, ун патне чупса та пырать. N. Чупса пычĕ хăвăртрах вăл хăй ывăлĕ патне. Ст. Чек. Пăлак акка хăранипе чупа-чупа тарнă. N. Чупса пынă чухне хирĕç çил персе пырать. N. Чупса пырса сикмелĕх вырăн пулмарĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. N. Чупса пырса сикмелĕх (для разбега) вырăн çукчĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. Чураль-к. Пĕр пураклăх хурăн хуппишĕн чупрăм хăпартăм хурăн тăрне. Кармалы. Çав сăмахсем çинех тилĕ чуп кил. Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух тилĕ чуп çит. Цив. Но, айта, çăртан полă ячĕпе чопа пар. Н. Карм. Çунатсăр вĕçет, урасăр чупат. (Çумăр пĕлĕчĕ). Ск. и пред. чув. 27. Вăхăчĕсем иртеççĕ, варти шыв пек чупаççĕ. || Жить. Якейк. Лайăх чопаттăр-и? – Чопкалатпăр та-ха. Как поживаете? – Живем пока. || Ходить (о судах). Б. Яныши. Унта çитсен праххотсам чопнине пăхкаласа ларнă чух мишавай çитрĕ. КС. Прахут чупать (идет). Эпир çур. çĕршыв 25. Сăрă çинче пăрахут та чупать. || Кататься (на дошади). Ст. Яха-к. Ун чухне вара ачасен ту çипе çунашкапа ярăнма каясси килмест, лашапах чупас килет. (Çăварни). N. Чуп, чуп, лаша, чуп, лаша: эпир çăварни чупас çук. || Ездить, разьезжать. N. Пасартан пасара чуп. N. Ямшăк чуп, ямщичить. ЧП. Кунĕн-çĕрĕн ямшăксем чупаççĕ. Кан. Лаша кӳлсе ĕçке те чупма пăрахатăп. || Катиться. N. Арпус чупса аннă чухне пĕр мулкач тухса карĕ, тет (когда арбуз скатывался). || Ползать (о мухе). Бгтр. Ман çинче шăна чопса çӳрĕ. || Плыть (об облаках). Ск. и пред. чув. 112. Хура пĕлĕтсем чупаççĕ. Чув. прим. о пог. 103. Сийлĕ пĕлĕтсем хытă чупсассăн, уяр пулать. (Если) слоевые облака быстро двигаются – к ведру. || Двигаться. Регули 1541. Çын ман çола çитсен чопма йоратмасть. || Якейк. Ку чопмалли ана-ха (вырма лайăх, сарарах тырă çинчен), часах вырса прахăпăр. Ани лайăх чопать те, тырри сахал. Ани чопмалла та, йышĕ çок та, ытла валаллах каймасть. || Случаться (о животных). Альш. Ĕне çуркунне чупса юлчĕ. Чертаг. Чопас тына (виç çулта, о телке). Кан. Камăн та пулин ĕни чупсан, ун çинчен хуçине систерес пулать.

хроп

подр. паданию. Шорк. Хыт çĕр çине çав хроп! чăсăлса ӳкрĕ.

шанкăр-курăк

назв. растения. Кашк. Шăнкăр-курăк — кушак кĕпçи майлă, хыт çĕрте тухса ларать.

шарла

журчать, шуметь. Орау. Шыв хыт шарлать (сильно течет, с высоты, шумно). УЯ. Шарлаççĕ çырмасем çут шывлăн. Баран. 97. Сулахай енче темĕн тарăнăш çурăк карăлса выртать, ун тĕпĕнче шыв шарласа юхать. || Собр. Тĕпсакайĕнче сар лаша шарласа кĕçенсе тăрать (громко, с азартом. Пичкери сăра). || Изванк. Шарласа çунать (вут). Якейк. Вот шарласа çонать (= карласа, с шумом). || В отриц. форме — молчать, не говорить. N. Ан шарла, молчи, не сказывай никому. Сĕт-к. Чăп, ан шарла, молчи, не говори. Изванк. Ачасем, эсир никама та ан шарлăр (никому не сказывайте). Ib. Хуçа, хуçа пек, хуçа хĕрне ан шарла. СТИК. Ан шарла ĕнтĕ эсĕ кун çинчен. Ib. Эсĕ ан шарла тульккă, эпĕр вĕрентсе парăпăр-ха вĕсене. Никама та ан шарла, сăмах тухнă ан пултăр. Ан шарла. Не говори. (Имеет оттенок такой, как при секретах приходится говорить шопотом, что видно из приведенных мною трех примеров). Ст. Айб. Улпучĕ те, хăраса кайнăскер: ан шарлах, ачам, ме сана икĕ çĕр тенкĕ укçа, тесе кăларса пачĕ, тет. N. Шарламан, не говорил, не сообщал, не передавал. N. Аксёнов нимĕн те шарламан, пуçне усайнă. N. Ăслă çын сăмаха вăхăт çитиччен шарламасть. Собр. Йытă вĕрет, шăпчăк шарламасть. (Послов.). N. Эп сире те пасăр лартса чоптарас тесе тăраттăмччĕ те, шарламантан нимĕн тумарăм. N. Мана шарламан-и? — Çок. Кан. Кĕпе-йĕмĕсем пирки шарламалли те çук (не приходится говорить). Ib. Членсем ун çинчен шарлама пуçласан, Краснов пĕр икĕ çынна çур-шар пăт парать.

шăл

зуб. Изамб. Т. Ачанăн шăлĕ шăтсан, ăна малтан куракан çынна: эсĕ ку ачана кĕпе тăхăнтартмалла ĕнтĕ, теççĕ. N. Шăл шăтни, зубопрорезание. N. Шăл тухнă вăхăтра кастарма юрамасть (оспу). N. Вăй çитменнине шăлпа, теççĕ. Альш. Эпĕ хам шăннă, шăлсем хире-хирĕç шак-шак тăваççĕ. Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн хăранипе шăл çине шăлĕ тивмест. Артюшк. Ман пур шăлсам та ыратса ирттерчĕç. Янтик. Сан шăл ыратать-им? (Спрашивают тогда, когда спрашивающий сомневается в болезни, или думает, что у него вовсе не болит). Ib. Сан шăлу сурат-им? (Спрашивают тогда, когда более или менее определяют болезнь человека). Орау. Шăл ыратакан çынсем пыркаларĕç-и? В. Олг. Си шу ĕçсен шăла тиет (ломит зубы, скоро проходит, если после горячего выпить холодной воды). Шурăм-п. Сахăр ан хышла, шăлусем пĕтеççĕ. Букв. 1900. Эй, пăхма анчах илемлĕ-ĕçке! Çи-халь ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать, тет, хăй нимĕн тăвайман енне. Якейк. Шăл ларттар, вставлять зубы. Çĕнтерчĕ 6. Манăн шăлĕсем те çукрах та, эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Сан шăлсем пиçĕ-ха, эс çак хыт татăка та çимелле. N. Ман икĕ енче икĕ шăл катăлса ӳкрĕç çори таран. N. Катăк шăл. N. Эпĕ хама хам сыхланаймарăм, лаша шăла тутипе персе хуçрĕ. Якейк. Шăл коч тапранчĕ. Зуб расшатался. Н. Лебеж. Хура вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕ тăрри сарă мăйрă, çав сар мăйăра катакан шăлĕ тĕпĕ пушанĕ. Яндобы. Пăт чĕреспе кĕлете кӳртрĕм, ерипе, чӳрече çинче шӳтертĕм, ерипе, увăç тупанпе типĕтрĕм, ерипе, шăл тупанпе хăйăрларăм, ерипе, йĕкĕрлчепе авăртрăм, ерипе. Альш. Ман шăла хурт çиет, шăл сурат. А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл: кусене халех çисе яратăп, тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. Ib. 52. Ну халь сана çисе яратăпах, тет шăлĕсене качăртаттарса (кашкăр). N. Микулай çине куштансем час-часах шăлĕсене хăйраса тăнă, час-часах кулнă. N. Хресченсемпе улпутсем пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса тенĕ пек тăраççĕ. СТИК. Вăл такçантанпах шăлне хăйраса тăрат та-ха (ждет получить лакомый кусок в виде награды или милости), те пулĕ темĕн. Кан. Çынсем ĕçнĕ чух тата шăла йĕрсе ларас-и? А.-п. й. 88. Шăлне йĕрсе, ахăрса кулса сĕлтрĕ Сахара. N. Шăлна çырт та чăт. N. Ним тума та çок, тӳсес полать, шăла çыртас полать. Сред. Юм. Шăлна çырт, молчи, прикуси язык. Кама 10. Паян темшĕн шăлна çыртнă эсĕ? Сред. Юм. Шăлпа çыртса тортас патне çитрĕм (очень рассердился). СТИК. Шăлне çыртса ларат. Сердится, но удерживается вылить злобу. ГФФ. Шăл хошшинчех усраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. Ст. Чек. Шăл хушшине хума çăккăр çук. (Говорят о бедности). Вишн. 67. Шăл хушшисене тата шăрпăкпа е йĕппе чакаласан та пăсăлать. Сунчел. Пĕчĕкçĕ чӳне эпĕ пĕчĕкçĕччĕ, шăл хушшинчи мăйăр тĕшĕччĕ. Альш. Çакă тăвансемпе ĕçсе-çини халĕ шăл хушшинче пур пекех. Изамб. Т. Вăл сана час-часах шăл хушшине хĕстерет (шăл хушшине хурат). Микушк. Тăшман шăлĕ хушши сайраран (зубы врагов не коснулись нас). N. Çав шуйттанăн çивĕчĕ шăлĕ айне кĕрсе ӳкес марччĕ. N. Тĕп пултăр – шăлĕ-масарĕ. (Скажет, кто не жалеет зубов). Синьял. Эпĕ питĕ лайăх ӳсрĕм вонçичĕ çула çитиччен, вунçич çула çитсессĕн, çын шăл айне хĕсĕнтĕм. Ядр. Пире апи çуратнă, чул хушшинче çуратнă. Шăхан ту хĕрĕнче ӳстернĕ, çавăнпа эпир çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тухаймастпăр. Сĕт-к. Ял варĕнче çитĕнтĕм, çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тохимарăм. Шорк. Çинĕ чухне шăл айне темĕскер лекрĕ (на зуб что-то попало). Кан. Аран шăл витĕр калаçать. Юрк. Эрех ĕçекеннисем, пĕр чĕнмесĕр, йăл-йăл-йăл шăл витĕр кулса анчах тăраççĕ. Баран. 23. Куç курать те, шăл витмест. Хоть видит око, да зуб неймет. Чураль-к. Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмест. Ст. Чек. Аçтăркан мăйăрĕ çиме тутлă, катма тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. Ай-ай, савнă тусăм, хура тусăм, илме тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. П. Федотов. Ватă карчăкăн мĕне шăл витмест? Ст. Чек. Шăлне çиет. (Говорят о том, кто во сне скрежещет зубами). Полтава 96. Шăл çĕмĕрсе ылхану (скрежет), ăнран кайса калаçу, халăх сасси кăшкăрни, туп янтраса çĕмĕрлни, тупăртатса чуптарни, лаша хуйса кĕçенни – пур енчен те илтĕнет. || Зубец, зазубрина. || Зубья (у пилы, берды, бороны, гребня, чесалки). Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. || Пальцы шестерни (на мельнице). Сюндук. Изамб. Т. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. || Спицы (у телеги). || Копылья (у саней). Изамб. Т. Çуна тупанĕсем çине шăлсем лартаççĕ. Пазух. З6. Çунаçăм, çунаçăм, ай, сакăр шăл, сакăлтана каймин, ай, юрĕччĕ. || В переносном знач.— зерно. Трхбл. Пĕр шăл тырă та çук. Нет ни зерна хлеба. Ст. Чек. Куштансем мукаçей кĕлетне пĕр шăл тырă хывмарĕç (не дали ни зерна хлеба в общественный магазин). Т. VI. 30. Тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар, пуç çумне пуç хуш, шăл çумне шăл хуш. (Из моленья). || Комочек (соли). Якейк. Пĕр шăл тăвар, кусочек каменной соли. Сорм.-Вар. Сыпрăм-пăхрăм шӳрпине, виç шăл тăвар кирлĕ мĕн. N. Вĕсем час-часах пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр шăл тăварсăр ларнă. || Штука, единица. Т. VI. Пĕсмĕлле пĕр турă, така пĕр шăл пулсан та, кĕлте çыххи пушă пулсан та, çĕрĕк пăяв пĕр шăл пулсан та, сысна пĕр шăл пулсан та, эсĕ ан пăрах, хаярлă куран кайнă пулсан та, çын çиллисемпе пулнă пулсан та... (Из моленья). || См. тура-шăл.

шпакат курăк

то же что хыт хура, „тысячелистник“. Башк.

никрес

неразговорчивый, несколько горделивый. Ядр., КС. Чертаг. Никрес = чĕнмесен чĕнмест, пĕр ятла, ма тытăнсан, хыт ятлаçать. Мыслец. Никрес = гордый. См. нӳркес.

нăшла

всхлипывать; рыдать. Якейк. Нăшласа макрать = хорланса, хытă макăрать. Шорк. Нăшласа макрать (о тихом плаче).

пыл

(пыл), мед. ТММ. Эй пылпа кулаç, тутлă-çке! — Ху çирĕне? — Пасарта асаттепе асанне çинине куртăм. Орау. Ах, тамаша, пылтан та тутлă-и тен (пожалуй слаще мёда, трубка). Альш. Харсăр Энтрийĕн хурт питĕ нумайччĕ, пыл та пит нумай илеччĕ ун чӳне. Чăв. й. пур. 32. Кĕркунне пыл татнă вăхăтра... БАБ. Пыл пек тутлă пултăр, çу пек çемçе пултăр! (Хĕрпе качча хĕве хупнă чухне калаççĕ). Собр. Хĕрĕн пылĕ, упан юнĕ, теççĕ. (Послов). Торх. Пыл сахăрланчĕ (засахарился). Тогач. Хунĕм хĕрĕ — хура хĕр, тĕтĕм çĕтре (= çĕрте) тĕрĕ тăвĕ. (Хурт пыл туни). СТИК. Пĕр-пĕр хĕрача пăсарсан, амăшĕ-и, йинкĕшĕ-и ăна: пылĕ тăкăнчĕ, мĕн çитерĕн туйăнта! тет. || Медвяная роса. Якейк. Кĕçĕр пыл (сладкие пятна на листьях растений) хыт çунă, корăк çинчи пыла тăраниччен çирăм. || Мед (напиток). Хурамал. Çул каякан килне таврăннă та, хыçĕнчен пырасса сиснĕ те, пыл хывса йӳçĕтсе хунă. Такмак. Пĕр пуçĕнчен (бочки) тутлă пыл юхать, тет, тутлă пылĕне ĕçсе тутă пулмăпăр-шин. Тепĕр пуçĕнчен йӳçĕ пыл юхать, тет, çавна ĕçсе ӳсĕр пулмăпăр-шин эпир. Юрк. † Эрех ĕçрĕм, пыл ĕçрĕм. Кĕвĕсем. Пыл ĕçмелле вылясан, хурт ĕрчемес тиеççĕ. N. † Пыл ĕçмелле ан выльăр, хурт ĕрчемес тиеççĕ. Шел. П. 38. Пĕрне-пĕри ыталаса пыл ĕçмелле выляççĕ. Альш. Пыл ĕçеççĕ, мĕн тăваççĕ (игры). N. † Тутлă шерпет, йӳçĕ пыл пирĕн пиччен кĕрекинче. Бур. Сар алтăрпа пыл йӳçет. Тайба-Т. Тутлă чĕлхесене пыл витмес. Альш. Тепĕри тата (другая речка) пыл юхат, тет. Çавăн пекех выртса ĕçсен — пыл, илсе ĕçсен — шыв, тет. См. пул.

пыр

горло, глотка. БАБ. Пĕр чиртен чĕрĕлеттĕм, тет те, тепĕр тĕслĕ чирпе чирлеттĕм, тет. Хăш чух пыртан илсе туса чут вилместĕм, тет. Сред. Юм. Пыра ларса вилмеччĕ (подавился бы). Ib. Ачана пыра пôлнă тесе, пĕчик ачасĕм пыр ыратса чирлесен калаççĕ. Альш. Пыра пулчĕ. Горло заболело, распухло (жаба, дифтерит, скарлатина). Юрк. Çиме тытăнсан, пырăма çиме анмас. КС. Пирĕн ача пырсăр пулчĕ-ха. N. Иртĕнсе çинĕ пирки нумайĕшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан кун-çулне малалла тăсать. Бур. Пырна пула выçă вилĕн, теççĕ. Сред. Юм. Пырна пôла пуçна çийĕн. За желудок голову потеряешь. Ib. Пыр ярна пуçларĕ, таçта сăра тôпса ĕçеп ĕнтĕ эп. Бугур. Пыр ярăнсассăн, ĕçсе-çимелле, теççĕ. Якейк. Пыр ярăнчĕ (какие-то резкие звуки в глотке, которые получаются, может быть, от выхода газов из желудка, не отрыжка и не икота). N. Пыр хыççăн ан кайăр, пыра ирĕк ярсан, вăл атте- аннене те суттарать. Собр. Пыр ерĕнсен, сăра ĕçет, тет. С. Дув. Хăйĕн пырĕ кастарать, пур укçине хĕрхенет. Латыш. Епле пыра тăрантас-ши? тесе калать, тет (шаланкă). N. Хăйĕн пĕр пырне те тăрантарса усрайман. Ялан пыр çинчен, çи-пуç çинчен анчах шухăшланă. Т. VI. 13. Кӳршĕрен çавăн пек пыра хыт çиекен çынна (едуна) суйласа илеççĕ. Юрк. Этемĕн пырĕ тутă та, куçĕсем выçă. || Пища. N. † Çак тантăшсем аса пĕр килсессĕн, ларса çиес пырăма çимерĕм. || Назв. части сăрка. Ау 329. Виçĕ хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука. || Залив. Сред. Юм. Атăл пырĕ. N. Çĕр чĕтĕренипе тинĕс пырĕнчи пулăсем хула урамне туха-туха ӳкнĕ. Кĕвĕсем. Кăвакал ами пыр урлă, çавăрнасси кӳл урлă; пирĕн тантăш ял урлă, калаçасси çын урлă. Рак. † Кăвакалăн ами пыр урлă (за заливом). ЩС. Пыр, узенький залив, также узенький пролив. || Устье реки. Шел. П. 18. Чăваш хули Шупашкар... ларать Атăл хĕрринче... Кăкшăм çырми пырĕнче. Баран. 161. Атăл пырин хĕвел анăç енче калмăксем пурăнаççĕ. Изамб. Т. Пыр тесе, пĕр çырма тепĕр çырмана тухнă тĕле калаççĕ. Ib. Энтепе çырми пырĕ, назв оврага. || Омут. || Кратер. Орау. Вутлă ту пырĕнчен вĕри чулсем темскерсем тухнă чухне таврари яла пĕтĕмпе кĕл пусать (падает пепел, во время извержения).

пыр тĕп

гортань. Ск. и пред. 73. Михетерĕн килĕнче сăра пичĕки кусать, ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. СТИК. Пыр тĕппе ӳсĕрет (= тарăхса, пĕтĕм вăйĕпе хĕрелсе кайса, хыт сурчăк кăларса ӳсĕрет). N. Чĕлхем пыр тĕпне çыпçăнчĕ.

пырĕ

пойдет, ладно. М. Тув. † Хура ĕне пăрушне хыт-хура та пырĕ-ха; çакă ялăн хĕрсене урçана та юре-ха. Сёт-к. Кона пырĕ хăть: тĕс парĕ.

питрав кунĕ

петров день. Н. Шинкусы. Пирĕн ялсем тата хыт сухана каяс уммĕн, Питрав кунĕ, ӳчӳк тăваççĕ.

попля

(попл'а), то же, что пупле. Сёт-к. Эс ман çиран мĕн поплян, ослап! Ib. Попляса кăтарт, рассказать. Якейк. Мĕн çинчен попляса лараттăр апла, итла хыт кăçкăраттăр уш. N. Попляса парăн, расскажешь.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

ахăрт

(аhы̆рт), facere ut rideat, cachinnet, clamet alqs, заставлять кого смеяться, хохотать, орать. Якейк. Хĕрсене хыт ахăртрăм. Хĕрсене вылятрăм, колтартăм, тени полать. Череп. Ахăртрăм. Я заставил орать (тыткаласа, мĕн туса).

путуш

, потош, (пудуш, подош), подошва. Шибач. Атă потош. Абыз. † Хĕрсен тенки вĕт тенкĕ, яшсен путуш хыт путуш.

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕçерт

(пэ̆з'эрт), обжечь, обварить. Панклеи. Виç çуринне те тотисене пĕçертсе, çĕмĕрсе пĕтерчĕ (лисица сварила похлебкою губы медвежат). Бгтр. Хĕвел хытă пĕçертсен, çумăр пулать, теççĕ. N. Çуркунне иртерехпе (к концу весны) хĕвел тата хытăрах пĕçертме пуçлать. Ыраш 18. Тĕлĕнтерчĕ ĕнтĕ ку хĕвел паян ыраш пуссинче. Ыран пĕçертмеллине те паянах пĕçертсе пĕтересшĕн пулас. Кумарка. Çуркунне хĕвел хытă пĕçертет. N. Унтан пăртак тăрсанах (скоро) хай çĕлен виçĕ çухрăмранах пĕçертсе киле пуçларĕ (опаляя дыханием), тет. Кан. Шывĕ вĕри пулнă. Ачана йăлт пĕçертое янă (обварили). Шор-к. Ман таçта кайсан та телейăм полас çок. Кăмака çинче ларсан та котăма пĕçертсе ярассăн туйăнать. Шашкар. Ора пĕçертме тапратþă (-р'ы̆; так говор. при особом ощущении, когда не знаешь, горят ноги или зябнут). Якейк. Кон çамки хыт пĕçертет. У него голова горячая (с ним жар). Шибач. Çĕркаç мана пĕçертсе пăрахрĕ (жар. У КС. Çĕрĕк-каç мана вĕрилатса пăрахрĕ). М. Васильев. Ай-ай, йоман кăларма... Пĕтĕм ăша пĕçертрĕм. || Жечь. (о крапиве). Якейк. Вĕтрен алла пĕçертет хĕвел пĕçертет, вот пĕçертет. М.-Чолл. Вĕлтĕрен урасене пĕçертет. || Бить. Орау. Такшин ачисене мучи пахчинчен пĕçертсе кăларса ячĕ. Кама 36. (4—5 хĕрарăм кăшкăрса пырса кĕреççĕ). Савсем (коштаны) иккĕш яла пăтратаççĕ, вĕсене шăлĕсене пĕçертмелле. N. Вĕсем (казаки) ăна хытă пĕçертнĕ. || Заставить краснеть. Сред. Юм. Ашшĕ-амăш питне пĕçертет çав. Срамит отца и мать. (Распространил о себе дурную славу, за что родители стыдятся людей).

ай-ай ту

Alterius syllabae a littera produeta clamorera prae dolore editum imitatur. При удлинении гласной второго слога выражает крик от боли. Ст. Чек. Шорк. Ай-а-ай! Алла ыраттартăм! Ой! Как я ушиб руку! || Eadem vox adrairationem significat rei alicuius deformitate illatam. Также удивление перед несуразностью или противным видом чего-либо. КС. Ай-а-ай (åjåj)! Кунтăк пек çĕлĕк тăхăнса янă! Ох, какую он надел шапку! — точно лукошко! || Aut repulsam, significant aliquo se re aliqua privari nolle. Или отказ. Ст. Чек. Ак эп сан салтакна илем-ха! — Ай-а-ай (аjáаj)!. Вот я возьму твоего (игрушечного) солдатика! — Ай-ай, какой ты! (т. е. мне жалко отдать его). || Primae syllabae u littera produeta rei alicuius violentiae significandae causa adhibetur. При удлинении согласной первого слога указывает на желание выразить силу действия. КС. Ай-яй, лаши хыт чупа-çке (т. е. чупать-çке). Ах, как быстро бежит лошадь! Шорк. Ай-яй, хытă хĕстерчĕ-çке! Ну и здорово же придавило! Ст. Чек. Ай-яй, ку ача хытă макăрат-çке! Ну и ревёт же этот ребенок! (о неприятном и громком плаче). Aut desiderii declarandi causa. Или выражает желание. Якей. Ай-яй, ман атин (ад’ин) килесчĕ паян! Ах, если бы сегодня пришел мой отец! || Interdum significat vituperationem. Иногда выражает укор. КС. Ну ай-яй! пулăн çын! Ну и будет же из тебя человек! Nonnunquam etiani periculi, quo aliquis modo delunctus sit, magnitudinem reique alicuius malae violentiam significandi causa triplicata adhibetur. То же междометие встречается и в утроенном виде, в форме ай-яй-яй (аj-jаj-jаj), и выражает или удивление силе миновавшей опасности или же служит для выражения высокой степени отрицательного качества. Шорк. Ай-яй-яй! Тивнĕ пулсан, систеретчĕ сана! Ай-ай-ай! Если бы задело тебя, тогда бы стал знать! ЧС. Çавсем вăрçнă çĕрте тăма юрать-и вара? Вĕсенĕн çиллисем вĕт ай-яй-яй усал! Разве можно быть там, где они бранятся? Ведь у них ай-ай какое лютое сердце! (т. е. от их злобы может поразить человека болезнь. См. хирĕç вăрăнни). Quin etiam qninquies ponitur. Иногда упятерается. КС. Ай-яй-яй-яй-яй! пурнма пит хурлăх-çке! О vitam miseram atque acerbam. Ну и тяжело же жить! В одной песне ай-ай соединяется с междометием уй-уй. Hie posuimus carmen, in quo eandem interiectionem cum voce yй-yй coniunctam videmus. Актай. Ки-ки-рекки (scr. кикиреки) сар автан, сан урара качи çук, пирĕн урара атă çук. Ай-ай-уй-уй! (quaui molestum est!) пирĕн арăмсăр пурăнас пулать! Кукуреку, желтый петух! у тебя на ногах нет шпор, а у нас на ногах нет сапог. Ах, как это плохо, что нам приходится оставаться холостыми! V. ай-уй.

аяк

(аjак), latus; pars; ripa; paries, бок; сторона, берег; стена. КС. Манăн аяк ыратать. У меня болит бок. Ib. Манăн аяк чикет. У меня колотье в боку. Изамб. Т. Кайсан-кайсан, эпир çул аяккинелле пăрăнакан (лучше: пăрăннă) икĕ лаша йĕре куртăмăр. Проехав некоторое расстояние, мы заметили два лошадиных следа, которые шли в сторону от дороги. ЧП. Сирĕн пӳрт аяккинчен юр кайнă. Снег, лежавщий у вашей избы, сошел. КС. Хыт çĕрте выртса, аякăм (i. q. аяккăм) хăпарса туххăр пуль. От лежания на жестком у меня, наверное, бока распухли. Çырманăн ку аяккинче, на этой стороне оврага; çырманăн леш аяккинче, на той стороне оврага. Букв. 1908, 16. Çав турпас татăкĕсене купаласа, вĕсем пӳрт тунă. Малтан аяккисене купаланă, унтан тăррипе тунă. Из этих обломков щепок они склали избу. Сначала склали стены, а потом сделали крышу. || Huius nominis tertius, quartus quintnsque casus adverbiorum more longinquitatis significandae causa usurpantur. Дат.-вин., местн. и исходн. падд. этого сущ. также употребляются в значении. наречий, означающих отдаленность. Аякка, longe, procul (eum locum significat, quo aliquis iter faciat), в сторону; далеко (указывая направление действия); аяккарах, longius, remotius (turn quietera, turn motum significat), дальше в сторону; подальше (означая как направление, так и место действия); аяккалла, locum remotiorem versus, в сторону; аяккарахра, in loco remotiore, подальше (на вопр. где?); аяккарахран, ex loco remotiore, из более отдаленного места; аякра, longe, procul (locum denotat, ubi aliquid sit vel fiat), далеко, вдали (указывает место действия); аякрарахра, longius (locum, ubi aliquid sit vej fiat, sign.), подальше (на вопрос где?); аякран, a longinquo, e longinquo, издали; аякрарахран, ex loco remotiore, более издали, из более отдаленного места. || Hue adiectiva pertinent, ab iisdem adverbiis derivata. Сюда относятся и прилагательные, образованные от этих наречий. Аякри, longinquus, remotus, дальний; remotiore loco orinndus, дальний (т. е. родина которого далеко); аякрисем, remotiore loco orinndus vel oriundi (utriusque numeri vim habet; v. Оп. чуваш. синт. § 59), дальний по происхождению, родина которого далеко (имеет значение как ед., так и мн. ч.); аяккарахри, аякрарахри; аяккараххи (hoc absolute tantummodo usurpatur), remotior; e remotiore loco oriundus, более дальний; происходящий из более отдаленного места. Аяккараххи употребляется только во 2-й форме, т. е. без определяемого имени; аяккалли (аjаккаλλиы), ulterius situs, ulterior, находящийся по паправлению в сторону от чего-либо или далее чего-либо. КС. Вăсем аякка кайнă. Они ушли далеко, т. е. в отдаленное место. Ib. Вăсем ялтан аякка-а (аjаккŏ) кайнă та, тапратнă тавлашша чупмашкăн. Они отошли далеко (усиление) от деревни и начали бегать взапуски. ЧС. Ĕнтĕ кăшт аяккарах кайса тăтăм. Тут я отошел несколько подальше (или: в сторону). Ib. Вĕсенчен аяккарах (i. q. аяккарахра) пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. В стороне от них паслось стадо свиней. Ст. Чек. Унтан аяккарах каймалла. Надо итти несколько дальше того места. Ib. Вăл тата аяккарах. Это ее дальше. КС. Вăсем ятлаçма тапратрĕç те, эп шурăм аяккалла. Они стали браниться, и я отошел всторону. Ib. Вăл ялтан аяккарахра тепĕр ял пур. Несколько в стороне от этой деревни есть другая. Ib. Эс арăмна аяккарахран ил. Ты возьми жену из более дальней местности. Ib. Эс аяккарахранах çавăрнса кил-ха. Ты уж сделай более далекий обход (или: обьезд; -ах выражает настойчивость или большую отдаленность). Ст. Чек. Тула аяккарах кайса лар. Усядься за нуждой (exonera alvum) подальше (от нас). Т.-И.-Шем. Унтан, вутне (улăмне) чĕртсе ярса, хĕвеле хирĕç виçĕ хут купăс каласа, алă çупса, ташласа, вут тавра çаврăнаççĕ: малтан аяккарахран çаврăнаççĕ, иккĕмĕш хут вут çывăхĕнчен çаврăнаççĕ, виççĕмĕш хут вара, вут çумĕнченех çаврăнса урисемпе ташласа таптаса, вута сӳнтереççĕ. Потом зажигают солому и трижды обходят вокруг огня, против солнца, с пляскою, играя на скрипке и хлопая в ладоши. Сначала они обходят держась подальше от огня; во второй раз — близко к огню, а в третий — около самого огня, при чем пляшут и ногами затаптывают костер. Альш. Йăран-йăран купăста, йăранĕ хушши аякра. Целые гряды капусты, на широком расстоянии одна от другой. Вĕсем (пит) аякра пурăнаççĕ. Они живут (очень) далеко | Меtaphor. Переносно. Крат. раз. 28. Кирек мĕнле çылăхран та аякра тăрать. Он далек от всякого греха. | Ст. Чек. Кăшт аякрарах пулĕ. Вероятно, это будет подальше. Кошк. Вĕсем вăл шертепе ăна аякран тĕртсе ярас тенĕ. Они хотели столкнуть его этою жердью издали (в воду). Т.-И.-Шем. Тrans. Малтан пынă чухне евчи хĕр ашшĕпе амăшне тӳрех каламасть, аякран пуçласа, çавăрса илсе, калать. В первое посещение сватун не сообщает родителям невесты о целях своего посещения прямо, а начинает свою речь издалека. Радон. Мăнастир патĕнчен иртсе каякан çĕнĕ çулпа кайман, мăнастиртен аякрарахран иртсе каякан кив çулпа тӳрĕ кайнă. Он не пошел по новой дороге, которая шла около монастыря, а пошел прямо, по старой дороге, проходившей несколько дальше от обители. || Альш. Аякри пуян пулса килеççĕ, тет те кусем (= кĕсем), хĕре килĕшеççĕ, тет. Они приехали, приняв на себя вид дальних богатых людей, и сосватали девушку. Эсĕ ăçтисем? — Аякри (или чаще: аякрисем). Ты откуда? (или: ты откуда будешь? ты чей такой будешь?) — Я дальний. Ст. Чек. Эпĕр, ачам, аякрисем пулатпăр. Мы, дитя мое, дальние (т. е. наша родина далеко). Ст. Чек. Ялтан аякрарахри (или: аяккарахри) хурăнсене касса пĕтернĕ. Те березы, которые росли подальше от деревни, все срубили. Ст. Чек. Пиртен чут аякрарахрисем выçăпа та аптăранă. Те, которые живут немного подальше от нас, даже голодали. Череп. Эпир, аяккараххисем, çавăнтах юлаттăмăр. Мы, более дальние (т. е. у которых родина была дальше), оставались тут же. Ст. Чек. Унтан аяккараххисем килĕнчен малтан тухса карĕç. Те, которые живут подальше (названного места), выехали из дома раньше. КС. Унтан аяккаллисене кунтарах исе хурăр. Те, которые (лежат) дальше его (ее), положите сюда поближе. Ст. Чек. Унтан аяккаллисене выçлăхра тырă параччĕç (i. q. паратьчĕç). Более дальним раздавали во время голода хлеб. N3. V. айăк.

Тимĕр ака

Eadem vox (aка) etiam pro aratione atque satione vernali (KC et autumnali) accipitur. Также употребдяется для означения весенней ( КС и осенней) пахоты и сева. Череп. Акана тух, выходить на весеннюю пашшо. V. хыт сухана тух. Н. Седяк. Акана кайма лашасене кӳлсе тăратсан килти ватă ала çине хăмлапа тырă илсе лашасене хирĕç лашасем çинчен акать. „Ака тăвасси хăмла пек çăмăл пултăр, акнă тырă тути пултар, пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр“, теççĕ. Урамра ака умĕнчен çын каçармаççĕ. Когда запрятут лошадей, чтобы ехать на пашню и сев, старший в семье берет решето с хмелем и хлебом и, встав против лошадей, осыпает их хлебом (в хмелем?). Они делают это для того, чтобы пахота была такою же легкою, как хмель; чтобы зерно уродилось полное, и чтобы от одного зерна получить тысячу зерен. Когда едут с плугом по улице, то не дают никому перейти дорогу впереди плуга. Изамб. Т. Çĕр шит ытларах ирĕлсен чăвашсем акана тухаççĕ. Когда земля оттает несколько более, чем на четверть, чуваши выезжают на весеннюю пашню. Истор. Лешсем каланă: „Халĕ вăрçа кайса тăмалла-и? халăх паян-ыран акана тухас пек тăрать“, тенĕ. Те сказали: „Разве теперь время итти на войну? народ, не нынче — завтра, собирается папашню“. Изамб. Т. Ака пĕтсен хĕр-ачасемпе арçын-ачасем каçпала урамра пухăнса лараççĕ. По окончании пашни (под яровое и сева) девушки и парни собираются по вечерам сидеть на улице. Менч. Чист. Çур-кунне юр кайса пĕтсе çĕр шыв (ш̚ыв) типе пуçласассăн çĕр ĕçлесе пурăнакансем çурхи акана тухма хатĕрленеççĕ. Весною, когда сойдет снег и земля станет высыхать, земледельцы приготовляются выезжать на весеннюю пашню. Ч. С. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтра килмес: хăш ялта Мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ. Сĕрен не во всех деревнях справляется одновременно: в однех его справляют на Пасхе, в других — перед пашней. ЧП. Сакăр лаша акара. Восемь лошадей пашут поле (или: запряжены в плуг). Сирах. 103. Санăн вăкăрусем акараччĕ. Твои волы пахали поле. Шурăм, 26. Атăл хĕрĕнчи чăвашсем аканне пĕр хутне-çеç тăвса парахнă, акма пуçламан-ха. Чуваши, живущие по берегу Волги, пахали только один раз, и еще не начали сеять. НАК. Çур аки пĕтерсессĕн вара, евĕчĕ çӳреме вĕреннĕ арăмсем etc. По окончании весенней пашни, женщины, привыкшие заниматься сватовством etc. Орау. Ака пĕтрĕ. Пашня и посев (весенние) окончены || Якей, „Ака“ — omne genus aratio, общее название всех родов пашни. Hinc derivata sunt: ыраш аки.

ал тымарĕ

(т̚ымарэ̆, т̚ымар’), ал тымарри (ал т̚ымаϱϱиы), ал-тымар, arteria radialis. Pulsus arteriae radialis. Лучевая артерия. Пульс. Шихазан. Вара пĕр карчăккине анне аллине тыттарчĕ. Пăртак тытса тăчĕ-тăчĕ те: „Ах, тур, тăхлач! Ку ĕçе ал тымарĕнчен кăларас çук, юмăç паратăн пулĕ“, терĕ. Анне вара пĕр татăк çăккăра çиплĕ йĕппе тăрăнтарса пачĕ. Юмăç вара пăшăлтатса темĕн кала-кала юмăç мăклашкине сулантарчĕ-сулантарчĕ те пуçне пăркаласа: „Эх, тăхлач! сирĕн пурнăç малалла каясси темĕн; тухатмăш пит тĕплĕ пăснă сире!“ терĕ. Потом мать дала одной из старух руку. Та подержала ее и говорит: „Нет, сваха, это дело такое, что его по пульсу не узнаешь; лучше дай мне прибор для гадания“. Тогда мать взяла кусочек хлеба, насадила его на иголку с ниткой и подала старухе. Йомзя принялась гадать, шепча какие-то слова и качая прибор для гадания; потом она покачала головою и сказала: „Ах, сваха! не знаю, будет ли успех в вашей жизни; уж очень сильно испортили вас колдуны!“ Ib. Ал тымар тыткалама тĕшмĕртетре тен эсир? Может быть, вы умеете гадать по пульсу? Магн. 15. Алă тымар тытакан ăста, знающий значение пульса. Ib. Алă тымар тытса пĕлекен, мĕн малашне ырă-осал корассине, узнающий по пульсу о том, что придется испытать человеку в будущем, хорошем и дурном. Собран. 65°. Ал тымарри тапрансан çын вилет. теççĕ. Если пульс бьется не ритмично, то, говорят, человек умрет (Inter. Ст. Чек. Алă тымарĕ хăй вырăнĕнче мар, малалла та хыçалалла та улмаш-улмаш кайса тапат; çаван чухне вара çын вилет). Якей. Сан ал-тымарри ма хыт тапать? Почему у тебя так сильно бьется пульс?

Анна

(Анна; ударение, конечно, на последнем слоге), nom. pr. fern. chr. Anna, личн. жен. хр. имя Анна. Б. Олг. Альш., СТИК., Ст. Чек., Н. Седяк. || Н. Седяк. Анна канна хыт канна, кантар шăмми лапчашки. Сухощепая Анна, плоская коноплявая кострика. (Насмешка над именем Анны).

канна

(канна), приговорка к имени Анна. Трхбл. Анна, канна, хыт канна, юмăç карчăк, тухатмăш.

кара-çăвар

ротозей. Сред. Юм. || Болтун; горлан. Тюрл. Кара-çăвар («не сдерживает в секрете»). N. Пире мĕн... Хуть пĕр-ик эрне анчах çӳретĕр, халĕ пирĕн унтан эрех ĕçсе юлас, тет пĕр кара-çăварĕ. Шибач. Кара-çăва, — хыт кăчкаракан (напр. плакса). Пшкрт. Эй кара-çуар, ан çуарна карса тăр! (не ори).

карă

(кары̆), крутой, натянутый. В. Олг. Ытла карă пĕтĕрсе, сăлчăрах пĕтĕрес натă. Ib. Карă — натянутый (о нитке, о круто скрученной веревке; о других вещах гов. хытă, противоп. пошă). N. Карă — туго накрученный (= хытă пĕтерни, о нитке). Якейк. Карă çип-хыт — пĕтĕрнĕ çип. N. Карă явнă (вĕрен). См. хивре.

кармунь

кармонь (кармун’, кармон’), гармония (муз. инстр.). Пшкрт. Н. Лебеж. Пĕр лашана сутса, кармонь илтĕм. N. † Кала Якку (тӳрри) кармунне те, аршăн çорă чăс халĕ те, сахат çорă ташлас теп, ура тупань, хыт кĕçтет.

каçмăк

(-мак), так назыв. скупца. Тюрл. Е, хыт каçмак! (= хыт-кокар).

Катюк

(кадук, кад’ук), яз. имя мужч. Питушк. Рысайк. || Яз. имя женщ. Т.-И.-Шем. || Хр. имя мужч., Касьян. Тувси. (Цив.) Альш. Катюк упи. Чертаг. Катюк (çын ячĕ) çулĕ речĕ, место в поле, называемом Çăвалуй. || Ласковое обращение, обыкновенно к малолетним. Зап. ВНО. Ядр. Пар, шăлăм, çитмĕл пус! — Ил, катюк, укçине. Тиханьк. Катьок (кад’ок), ласковое обращение к детям, лет до 12. N. Тух, такмак! тесе, ан кала, катюк! Ты, милая (говорит девушке), не говори: (ногайка), «вылезай из сумки!» (Сказка). [Ib. Анчах туххăр, тит: тух, такмак! тесе каларĕ, тит. Такмакран саламат туххăр, тит те, ватах пуçларĕ, тит]. || Иронически — ласковое обращение к непостоянному, хотя и взрослому человеку. Кайраклă. Якейк. Эх, катток, эс порнăç порăнса корман-ха, апла полсан! Ib. Тата ашшĕ е амăшĕ, ачисем çине хыт çиленсен: эп сана чарăп, катьок! тет.||Шорк. Катьок — девушка неодобрительного поведения, но в то же время изнеженная. || Тиханьк. Катьок — называет старшая сестра младшую.

кашла

шуметь. Н. Карм. N. Кашласа, ешерсе ларакан йывăç çинче çулçă пĕр сийĕ тăкăнса пырать, тепĕр сийĕ сарăлса пырать. Ст.Чек. Хура вăрман (шыв) кашлат (шумит). Орау. Çăмăр хыт çунă чухне чуспа витнĕ çурт тăррисем, вершникрен шыв юхса кашлани катаран илтĕннĕ пек, кашлаççĕ. БАБ. Эпĕ тепринчен (из другого окна) пăхрăм пек те, тĕслĕрен тырă пĕр хир тулли кашласа, хумханса ларат пек. (Сон). Орау. Капла çăмăр çăвах тăрсан, кăçал тырсам кашласа анчах ларакан пулаççĕ (будут высокие и густые). Виçĕ пус. Хытă шăмăллă выльăх çимен йӳçĕ курăксем анчах кашласа ларнă. || О ветре. Шибач. Çил хытă кашлат. КС. Çил кашласа вĕрет (сильно). || О животиых и др. предметах. Качал. Якейк. Çĕлен кашласа çитрĕ (с шумом). ЙФН. † Вĕт-вĕт хăва, вĕт хăва, вĕт хăвара вĕт кайăк, вĕт кайăк каять кашласа, шульчи тăкăнать саралса. Эпĕр каятпăр хурланса. Якĕйк. † Корак каят кашласа, йăви йолать хорлăнса. Ст. Чек. Сăмаварĕ кашласа ларат (шумит) вĕренĕ чух. О сохр. здор. Сĕрĕм тивсен, çыннăн пуçĕ ыратат, хăлхи кашлать. || Шипеть. Г. А. Отрыв. Хура вăрман кашлани мăн çул хĕрне илтĕнет; пичи сăри кашлани пусма вĕçне илтĕнет.

кашăклăх

на ложку (что-нибудь). КС. Пĕр-ик кашăклăх пăтă хăвар-ха мана валли. || Тайба. Т. † Кашăклăхри хыт çăкăр, эп çиеймĕп, кирлĕ мар.

кашкăр-хăври

или кашкăр хури, трава, корень который очень ядовит и между прочим, употребляется для истребления тараканов. ||. Яндоуши. Срв. ­­хыт-хура.

кашталан

вытягиваться на подобие кашта. Сала 230°. Пĕлĕт кашталанса кайсан, уяр пулать, теççĕ. Б. Олг. Кашталан (см. хыт) Орау. Тĕтĕм ку, тĕгĕм çапла кашталанса тăрать.

хыт-кукар

(-кугар), очень скупой. КС. Питушк. Хыт кукар — скупец.

курак

корак грач. Сред. Юм. Кôрак: хора та полин, хам ача, тесе каларĕ, тет; çавăн пик, чипер полмасăн (= полмасан) та, хамăн хама илемлĕ. Ib. Корак ачине: хора полин те хам ача, тесе калать, тет. (Поговорка). Кан. Килсен, каллех курака хыптарнă пек хыт чăмлаксемпе ачан хырăмне тултараттăмăр. N. Ирех курак юрласан, çумăр пулат, тет. Орау. Çитĕ, ытла тасалсан, курак йăтса кайĕ, курак сăхса кайĕ! тиççĕ питне хытă çăвакана. Т. Гршорьева. Куракăн пĕр юрă, ухмахăн пĕр сăмах, теççĕ. ЧП. Курак килет. || Иногда общее обозначение грачей и ворон. НИП. См. МКП. З6. || Пики (масть в картах). Изамб. Т. (В б. Цив. у. корак — в том же зн.). СТИК. Курак манăн. Пики мои. Ib. Куракне пар. Ходи с пик. Ib. Курак тăххăрли мана килчĕ. Девятка пик досталась мне. К.-Кушки. Курак пĕччен, пиковый туз. ||Яз. имя мужч. Т.-И.-Шем., Орау., САСС., Н. Седяк., Рысайк., Б. Олг. и др. Трхбл. Курак = курмишка. Насмешка над именем Курак. || Прозвище мужч. Б, Маклашк., Б. Яныши.

ăнтăх

(ы̆нды̆х), клясться, божиться. См. тупа ту. Зап. ВНО. Уншăн мĕн ăнтăхмалли пур? Из-за таких пустяков зачем так клясться? (Ядр. и Сызран. уу.). Полтава 234. Ăнтăхса хыт тупăшрăн (клялся). В. Олг. Ăнтăх, божиться. Слепой. Ăнтăх, клясться (торра, хĕвеле асăнать, çĕр кышлать). Эп çав япалана илмен, торăшăн та, хĕвелшĕн те, уйăхшăн та! (клянусь богом и пр.). СПВВ. Ăнтăх — ăнтăхать, «клятва на вещи, напр., через лошадь». Хурамал. Тупа туса, ăнтăхса пĕтрĕ. Очень много божился. Б. Олг. Тора (= торра) асăнса, ăнтăхсах асăнчĕ (поклялся). Хорачка. Пустоj ы̆нды̆ҕат, божится попусту. Питушк. Ăнтăхать, чунне çиет (грешит), турра-пӳлĕхе ăнтăхать, тет. М. П. Петров. Вăл хăй тасишĕн ăнтăхать (клянется).

ĕрĕхтер

понуд. ф. от гл. ĕрĕх. || Пускать во всю, во весь опор. КС. Çитарма кайнă чухне ачасем час-часах лашисене ĕрĕхтереççĕ (хыт чуптараççĕ). IЬ. Тавай пĕре ĕрĕхтерер! Истор. Кĕпер урлă лаша мĕн пынă таран ĕрĕхтерсе каçнă. Они проносились через мост, пустив лошадь во весь опор. Альш. Çур-кунне, акана тухас умĕн, урама кăларса ярса, ĕрĕхтереççĕ лашасене. Весной, перед посевом, лошадей выпускают на улицу побеситься. || Взбесить. М. П. Петр. || Мчаться во весь опор. Здесь афф. понуд. гл. имеет только усилит. знач. Якейк. Лашасам килтен тохрĕç те, уялла ĕрĕхтерчĕç (или: ĕрĕхрĕç) анчах (понеслись). IЬ. «Ĕрĕх = ĕрĕхтер».

яр

яр, глубь. Б. Олг. Çич çохрăм яр выртнă. Шибач. Шу хыт йохмасть, яр тăрать.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

юл

йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. . Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).

йолкăштар

йолкăштор, понуд. ф. от гл. йолкăш. Полтава. Вутлă-хĕмлĕ куçĕпе юлкăштарса хыт пăхать.

юнăх

йонăх, злиться, сердиться, таить злобу; зариться; подстерегать. Питушк. Çынна тарăхтарсассăн, йонăхса порăнать (питает злобу и хочет отомстить). Орау. Ялĕ-йышĕ юнăхса, улах вырăн шыраса, хыт хĕнесшĕн ушăнса, май килнине кĕтеççĕ. Магн. М. 24. Йонăх, сердиться. КС. Мана ваташшăн нумайччен юнăхса çӳрерĕ (подстерегал). Чертаг. Йонăхса тăрать, грозится. Сред. Юм. Паян такçантанпах юнăхса ларать пȏлас та, никам та чĕнекен çук пȏлас. || Тюрл. Нумайранпа йонăхать о манне илешшĕн (точит зубы на мое имущество, на мои вещи). Хурамал. Çын япалана ыйта-ыйта аптратсан: юнăхрăн иккен çавăн çине, теççĕ. Пĕр япалана çиме хушмасан, тепри ăна, пыра-пыра, ялан çисен, калаççĕ: юнăхрăн иккен çавăн çине, тесе. СПВВ. МА. Веç çав чăхăт çиешшĕн юнăхса ларат, теççĕ (т. е., по объяснению одного челов. из Сред. Юм., ему хочется поесть, но ему не дают). || Кровожадничать? || Запечься (о кровоподтеке). Чертаг. Йонахса тăрать = хĕрелсе тăрать (кровоподтек). Хорачка. Патакпа çапрăм, онта йон илсе, вот йонăхса ларса. Шибач. Алă йонăхса ларчĕ (о синяке после удара).

ларттар

(-ттар), понуд. от гл. ларт. Кан. Шăл (зубы) ларттартăм та, юрăхлă пулмарĕ, ытла та ыраттарать. Яжутк. Патша Ивана лапка ларттарчĕ, тет, Иван питĕ пуйса кайрĕ, тет. М. Чолл. Ашшĕ, çавна курсан, хĕпĕртесе, хунар ăшне çав тĕке ларттарнă. Пазух. Укăльчаран тухрăм, ут çултăм, улт уралă капан ларттартăм. ЧС. Пĕр-пĕр çыннăн шăмă сиксен, ларттарма (выправить) ялан ун патне каяççĕ. N. Ман ора сыпписем хуçăлнă та, эп хыт макăртăм. Вара мана пĕр çĕре исе кайса ларттарчĕç. Тет. Ку аллу сан сикнĕ, часрах емелçĕ патне кайса ларттарас, терĕ. N. Ларттарать. Устраивает штуки. || Арçури. Ларттар, обманывать. См. чике.

латăр

(лады̆р), подр. хрустенью или как бы скрипу. Сред. Юм. Ăшăра йôр çинчен ôтса пынă чôх йôр латăр-латăр! туса пырать (или: латăртатать). Ib. Лайăх пиçнĕ (спелый) арпус, ик алпа хĕстерсе пăхсан, латăрр! тăвать (или: латăртатать). СТИК. Арпуса латăрр! тутарса парахрĕ (раздавил). Ib. Эсĕ çырнă чухне питĕ хыт пусса çыран, латăрр (удар. на „ă“) тутаран.

лачашка

см. ланчашка. Орау. Анна канна, хыт канна, кантăр шăмми лачашки (надо: ланчашки? См. Анна).

макăр

(магы̆р), плакать, рыдать, {{anchor|DdeLink24721091272258}} „реветь“. Беседы. Çапла каласанах, вăл макăрса яра панă, вара пĕтĕм çул тăрăшшипе макăрса, уласа пынă. N. Мана курсаннах, вĕсем пурте макăрса ячĕç (заплакали). ЧС. Анне куçне те уçимаçт — макрать. Тогаево. Эпир он патне çитрĕмĕр те, вăл пире корса, хĕпĕртесе, макăрса яра пачĕ. Чураль-к. Кайнă чух макăрса каять, килнĕ чух хăсса килет. (Витрепе шыв патне кайни). Регули 227. Старик макра-макра (с плачем) исе карĕ. Ib. 263. Макăрмасăр каларĕ. Ib. 151. Макăрнăран он куçĕ хĕрелне. N. Йăван макăра-макăрах (со слезами; по построению срв. хăра-хăрах) шăтăк патне (к могиле) кайнă. Шинар-п. Пирĕн аппасем макра-макра япаласем çуртран калараççĕ. Б. Хирлепы. † Якку еркĕн-çичĕ еркĕн, çичĕ еркĕн те хыт макрать. N. Кăшкăрса макрать, çуйăхса макрать (тонко, пронзительно, о женщине и ребенке); уласа макрать, ĕсеклесе макрать; вилес пек макрать (самый сильный плач). || Мычать, блеять. Изамб. Т. Ĕне, сурăх, качака макăрать, вăкăр мĕкĕрет. N. Сурăх, качака макăрать. Сред. Юм. Ĕне макрать, сôрăх макрать. Синьял. Çеçен хирте ула ĕне макăрса çӳрет. (Тĕклĕ-тура). || Квакать. Альш. † Шурта шапа макăрат, хирте çĕлен шăхăрат. С. Тим. † Шурта шапа макăрат, пĕтĕм шура ян ярат. || Каркать. Чув. пр. о пог. 248. Ула курак хĕвел тухăçĕ енелле пăхса макăрсан.. (если ворона каркает, смотря на восток...). Собр. Чашкă айĕнче чакак макрать. (Лаша ури айĕнчи юр). || Мяукать (кошка). || Выть. Б. Ильгыши. Йăтă хырăмĕ выçнипа вăрман тăрăх макăрса çӳренĕ, тет. С. Айб. † Çӳл ту çинче сăсар макăрать, тин çуралнă ача сасси пек. || Скулить (о собаке). В. Олг., КС. || О пчелиной матке. Торх. Ама макрать (макрат'). Матка поёт (сидя в маточнике; она уже созрела и готова к выходу из маточника). АПП. † Хурт ами макрать, ай, пыл çукран. || Скрипеть (о телеге). Собр. Урапана çу сĕрмесен, макрат, теççĕ. (Послов.).

мутăкла

(муды̆кла), причинять ушерб. КС. Пире вăсам хыт мутăкларĕç (причинили большой ущерб, убыток).

мăкăлта

(мŏгŏлда), вывихнуть. Ст. Яха-к. Хăшĕ (иные) килне ăçта сăмсисене çĕмĕрсе таврăнаççĕ, хăшĕ ăçта алли-урисене мăкăлтаса тавăрнаççĕ. (Çăварни). Пшкрт: алы̆ма (= аллăма) мы̆ҕы̆лдаза п̚ы̆ракры̆м. || Измять. N. Витрене такшин мăкăлтаса пăрахнă (измял и бросил). || Причинить ущерб. КС. Мана хыт мăкăлтарĕ вăл. Орау. Лаши вилни мăкăлтаса карĕ-çке-ха ăна (его подшибла смерть лошади), ахалĕнчен (а то) пурăнатьчĕ те-ха вăл. N. Малти юмăçсем çеç, улталаса, халăх сывлăхне мăкăлтаса пурăннă.

йăмпăлтак

(jы̆мбы̆лдак), слизистый. КС. Шампа йăмпăлтак; тытсан, алăра тăмаçть (выскальзывает из рук). Назв. рыбы. Сареево. Йăмпăлтак (или: хыт шампа), назв. рыбы.

вĕрилла

то же, что вĕрилле. Якейк. Эп шӳрпея вĕрилла çима йорататăп (как только снимут с огня или вынут из печки). Ib. Икерче вĕрилла çима лайăх, сивĕнсен он тути çок. || Об опое. Якейк. Утсене вĕрилла турăмăр, утсам вĕрилла польчĕç. Ib. Хыт тарланă ута сив шу ĕçтерсен, ут вĕрилла полать. Чертаг. Вĕрилла ĕçтернĕ. Опоили потную лошадь. Ib. Вĕрилла полсассăн.

вĕрлĕклен

вытягиваться жердью. Б. Олг. См. хыт. Чув. прим. о пог. 168. Пĕлĕт вĕрлĕкленет (от вĕрлĕк, прясло).

виç

три (отдельно не ставится). См. виçĕ, виççĕ. Щ. С. Виç вунă пус, девять копеек. N. Эсĕ мана йоратнине пĕлнĕ полсан, пĕр виç сăмах поплес полатьчĕ. Б. Яныши. Çичĕ тунката хушши виçсен, виç çĕрелле каякан çĕре çитсен, мишавай пăрахрĕ те, киле карĕ. Хурамал. Унта виç çурпилĕк çерем илес тет. Юрк. Виç-тăват анасем акакан çынсем аран-аран тăранса хĕл каçаççĕ. Сред. Юм. Ыраш çĕртми тăваччин кăт (= хăш) хыт анана кайса сохалаççĕ; ôна кайран каллах çĕртме тăваççĕ, çавна: виç хут тунă, теççĕ. Шорк. Зимою, в очень холодные дни, по обеим сторонам солнца бывают два радужных столба; они, вместе с солнцем, называются «виç хĕвел, виçĕ хĕвел» (три солнца). Регули 1017. Виç ял орлă кайсан, тăваттăшне кĕр. Ib. 1016. Виç кил-карти орлă тăваттăшăнче топрăм. Артюшк. † Эпирех те асăнатпăр, ай, виç кунта, эсир пире асăнатри виç часра? Ала 98. Хайхи çын виç кĕлтерен авăн хочĕ те, саппăр, тит. Качал. † Виç лаши та ĕçкейĕн. У меня все три лошади деверевы.

вит

проникать, врезываться. Старак. Ку хурăна ниепле пуртă та витеймĕччĕ. N. Шăл витет (хыт япалана). N. Унăн шăл витет (= çынна сăмахпа çĕнтерет). Хора-к. Куç курать те, шăл витмест. (Послов.). || Проникать, промочить, просачиваться; пронимать. N. Шыв витет. Вода проникает. Ч. П. Сăсар тирĕ кĕрĕке çăмăр витмес, тееççĕ; леш кассенĕн каччисем, тӳре умне тăрсассăн, сăмах витмес (не могут убедительно говорить), тееççĕ. N. Ивана тула шыв çине (на мокредь) ан кăлар, шыв витсен, пăсăлат. Утар. Тавара шыв витнĕ. Ib. Кута шыв виттĕр(ĕ) [или: çаппăр(ĕ), т. е. промокла]. Н. Седяк. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăвать, шурă курница тăрне йĕпетет; унăн тумламĕсе(м) пăт, пăт тăваççĕ, 12 хут пустава çав витет; пирĕн кӳршĕ-аршă пит элекçĕ, çамăрк (siс!) чĕре варне çав витет. Ст. Чек. Ку аша тăвар витмес. Это мясо не просаливается. Ст. Айб. † Кăвак лаша, кăтра çилхе, тураса йăс (= йĕс) тура витмерĕ. Такмак. Тайма (siс!) пуçа хĕç витмен, манăн сăмахăм сире витес çук (не проймет). Туй. Тайла пуçа хĕç витмен, пирĕн сăмах сире витмĕ, тет. Повинную голову и меч не берет (т. е. не сечет), так и наши слова вам нипочем. Сред. Алг. Атсем, пурте тайăлăр; тайăлнă пуçа хĕç витмен, тет; сире каласа сăмах витмен, тет. Калашн. 6. Вăл ахаль чух йăваш, тӳрĕ çын; пурăнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын; анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. N. Питĕ хĕн, чĕрене витĕрĕ (= витрĕ). Очень тяжело и горько. С. Дув. Сирĕнпе калаçса сăмах витмĕ. Ч. П. Сирĕн пек ырă çын умĕнче калаççа сăмахăм витмерĕ. N. Кунтисем варсене витрĕç ĕнтĕ. Пшкрт. Çын çынна çапсан: витрĕ-и? тет.— Витимерĕ, тет (еще не почувствовал). || Иметь сбыт. Сред. Юм. Пит витекĕн тавар (= пит каякан тавар). Хыпар № 20, 1900. Тимĕрçĕсем нумайланса пынипе манăн ĕç питех витми пулчĕ, çавăнпа эпĕ, укçа ытларах пуçтарас тесе, суту-илӳпе хăтлана пуçларăм. || Вино — яд. Эрех ĕçнĕ хыççăн апат пит витрĕ-ха (поел с аппетитом); ялан çапла тума кирлĕ-мен. Юрк. Ватăла пуçласан, çиме витми пула пуçласан (перестала съедаться с аппетитом), тĕсрен ӳкнĕ, сархайнă (побледнели). || Альш. † Тутлăях та чĕлхене пыл витмес. Приятные речи слаще меда. (Так толкует А. М. Шакмаков). См. витер.

вутлă-хĕмлĕ

пламенный, огневой. Полтава 37. Чее гетман пур енне вутлă-хĕмлĕ куçĕпе юлкăштарса (чит. йолкăштарса), хыт пăхать.

улаттар

заставлять выть. Тюрл. Çĕмĕрт туйя — хыт туйя, çапмассайран улаттарать.

уяв

соблюдение. Празднование. Праздник. Изамб. Т. Ыран праçник, пире уяв. || Назв. Чувашского праздника. К. В. Лаврский. (Труды статитич, экспед., снаряжен. в 1883 г. казан. губерн. земством. Казань. 1884. О хозяйственн. Условиях Егоркинской и Максимкинской волостей Чист. у.) Одним из препятствий к распространению троекратной вспашки является также обычай чуваш (крещеных и некрещеных) праздновать уяв, — какой-то языческий праздник, в роде наших «святок», — который продолжается недели две, совпадая с междупарьем. Во время уява считается грехом тревожить землю, так что даже не позволяется полоть в огородах, а тем более ковырять землю сабаном, сохой или лопатой. Обычай еще очень крепко держится, хотя в некоторых селениях, где чуваши более обрусели, и начинают от него отступать. Но я сам был свидетелем, что в Биляр-Озере, напр., русские с большим удивлением смотрели на чувашина, который в уяв поехал пахать: «В прежние годы доеталось-бы ему, говорили мужики — изломали бы у него сошники-то». Во время уява чуваши вообще предаются ничего-неделанью и выпивают огромное количество пива, а при начале праздника бывает общее пиршество в поле, ночью, причем приносятся в жертву быки и коровы. Крещеные участвуют наравне с язычниками и даже иногда председательствуют на молебствия, т. е. заменяет жреца крещеный чувашин. С хозяйственной точки зрения, можно видеть некоторую пользу уява в том, что за это время крестьяне и скот набирают силы для предстоящих им (с Петрова дня, приблизительно) усиленных трудов: пашни, сенокоса и, наконец, страды. СПВВ. ЕС. Уяв = çинçе = çимĕкпе утă çи хушши, ĕçсĕр вăхăт. Макка, 235. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать. Макка, 235°. Уява иртерме хире кай енелле каяççĕ, унтан вара, çырма хĕрне анса, пите çăваççĕ те киле таврăнаççĕ; киле таврăннă чухне хыçалалла çаврăнса пăхма юрамаç, теççĕ; как хыçалалла çаврăнса пăхсан, вилен теççĕ. Бугульм. † Хĕрсем уява тухсассăн, килет уяв илемĕ. Альш. Уяв тăвас. а) Белые рубашки, б) днем игры и песни. Обыкновенно по пятницам (теперь по воскрес.). В пятницу тутар вăййи. N. † Çак уяври ачасем пуçне ухса юрлаççĕ. † Сарă пурçăнтан, сарă турăм, уяв кунĕ çыхмашкăн. Макка., 222. Уяв калах вырсарни кун пулать. М. Сунчел. Çав уяв çимĕк иртсен пр-ик эрнерен пуçланса каять. Уяв тени уяс тени пулать; уяв, тесе, ахаль ирттернĕ вăхăта калаççĕ. Уяв вăхăтĕнче ним ĕç те ĕçлемеççĕ. Уява виç эрнерен ытла тумаççĕ; виç эрне тусан, хыт сухана тухаççĕ. N. Мăн чӳл тăваççĕ, ун чухне тăватă ял çынни пур те пухăнаççĕ, ваттисем кăна, çамрăккисем хăйсем урăх çĕрте, таса çерем çинче юяв (siс!) выляççĕ, ваттисем патне пымасçĕ. Альш. Хĕрне уяв кĕпи, шурă кĕпе, тăхăнтараççĕ. N. Петрав кунĕ çитерехпе, çамрăк ачасем уяв калама чарăнаççĕ. N. Уяв тесе калакан праçнике уяма тытăнаççĕ.

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

улăшу

мена, перемена; ошибка. См. олшу. СПВВ. Х. Улăшу пулнă çул, ошибочная дорога. N. Çĕр ĕçлесе пурăнакан çынсен пăртак улăшу пулсан, вĕсем пит хыт айăпласа асаплантараççĕ.

Ольо-ро

(ол’оро), песенный припев. Слова, которые поют вм. осмысленного текста песни. М. Васильев, № З, 46. Пĕр пуçласан чăваш тек: «ольо-ро та ольо!» тет. Ко чăваш та çавăн пек. IЬ. Ольо-рона хыт илет. Здорово тянет свое «одоро».

ухлемлĕ

имеющий траву ухлем. К.-Кушки. † Улăх утисем, хыт ухлемлĕ, хутра-кăна-ситре хăяхлă. Юрк. † Утăх ути ухлемлĕ ухлемĕсем кайĕç çулсассăн. Альш. † Улăхăн ути ухлемлĕ, хутра кăна-ситре хăяхлă.

ушăн

(ужы̆н) добиваться во чтобы то ни стали, стараться. Якейк. Эп коккия корасшăн (повидать) ушăнса анчах çӳрерĕм, çапах коримарăм. N. Ялĕ-йышĕ, юнăхса, улах вырăн шыраеа, хыт хĕнесшĕн ушăнса май килнине кĕтеççĕ. || Завидовать. СПВВ. АС. Ушăнас. Пĕр-пĕр ланăх япалана илеймесессĕн, ушăнаççĕ. Сĕт.-к. Халăх çимĕке кайнине пăхса, ушăнса ларатпăр (сидим, завидуя).

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бурьян

сущ.муж.
хыт хура, çум курăк (вăрăмми); заброшенный сад порос бурьяном пăрахнă сада çум курăк пуснă

жужелица

сущ.жен.
хыт кайăк (тăрăхла кĕлеткеллĕ çăткăн нăрă)

застыть

глаг. сов.
1. 1 и 2 л. не употр. (син. отвердеть) хыт, хытса кай, хытса лар, типсе хыт; цемент застыл цемент хытса ларнă
2. (син. озябнуть) шăн, шăнса кай, шăнса кӳт, кӳтсе кай; дети застыли на ветру ачасем çилпе шăнса кайнă
3. (син. замереть) хытса кай, хытса тăр; застыть от удивления тĕлĕннипе хытса тăр

коченеть

глаг. несов.
ĕнтĕрке, кӳт, шăнса хыт; руки коченеют от холода алăсем сивĕпе ĕнтĕркеççĕ

мерзнуть

глаг. несов.
1. шăн, шăнса лар, шăнса хыт; вода в ведре мёрзнет витрери шыв шăнса ларать
2. (син. зябнуть) шăн, кӳт, ĕнтĕрке, шăнса кай, шăнса кӳт; руки мёрзнут без варежек алсишсĕр алă шăнать; мёрзнуть на ветру çил çинче ĕнтĕрке

черстветь

глаг. несов.
1. (син. сохнуть, твердеть) тип, хыт, типсе хыт, типсе кай; хлеб черствеет çăкăр типсе хытать
2. (син. грубеть) чурăслан, тӳрккеслен; он черствеет душой унăн чунĕ чурăсланать

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

грубеть

несов., загрубеть и огрубеть сов, хыт, кушӑрхаса кай (алӑ).

затвердеть

1 и 2 л. не употр. сов., твердеть несов. хыт, хытса лар.

издохнуть

-ну сов., издыхать несов. вил (выльӑх), пĕт, кӑн, хыт (ҫын ҫинчен, хисеплемен чух).

костенеть

-ею, -еешь несов., закостенеть и окостенёть сов. (1. хытса лар, сивӗнсе хыт; 2. перен. кÿтсе кай (алӑсем).

вспотеть

сов. тарла; сильно вспотеть ăшша пиç, хыт тарла.

отвердеть

1 и 2 л. не употр. сов., отвердевать несов. хыт, хытса лар, хытса кай.

скопидом

разг. ытла хытса пурӑнакан, хыт кукар, хытса пурӑнса, пурлӑх пуҫтаракан ҫын.

скряга

м. и ж. хытӑ кӑрӑч, хыт кукар, хӑрхӑн, питӗ хытӑ çын, тимĕр пӑрҫа.

пар

ҫӗртме, хура пусӑ, хыт суха; чёрный пар хура ҫӗртме; зелёный пар ешӗл ҫӗртме.

подвернуться

сов., подвёртываться несов. 1. пӑрӑнса хыт (винт); 2. хуҫлан, таврӑн (брюки); 3. пӑрӑнса кай (ура сыппи); ӑнсӑртран тупнӑ (лайӑх вырӑн, ӗҫ), тӗлне пул.

пустырь

м. ҫурт лартман, тырӑ акман, хыт-хура пусса илнӗ пушӑ вырăн.

твердолобый

тăмпай, тăмсай, хыт çамкаллă, чул çамкаллă.

утрясать

кого, что несов., утрясти, -су сов. 1. силлесе пусăрăнтар (михĕрен çăнăха); 2. перен., силлентерсе ывăнтар; халран яр (хыт урапа çинче); 3. перен., майлаштар (ыйтăва).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

грубеть

несов. 1. (о коже) хыт, кушăрха; 2. (о голосе) хыт, кăнттамлан (сасă); З. (становиться неделикатным) сăпайсăрлан, кăнттамлан.

едкий

прил. 1. çиекен, касакан; йӳçек; едкий дым куçа çиекен тĕтĕм; едкая кислота çиекен кислота; 2. перен. (язвительный) тăрăхлакан, йĕкĕлтекен, хыт тĕртекен; едкое замечание йĕкĕлтӳллĕ асăрхаттару.

жадина

м. и ж. прост. 1. çăткăн, выçлăх; 2. (скупой) хыт кукар.

жадничать

несов. разг. 1. çăткăнлан, çăтăх, сăхăн, выçăх, выçлăхлан; 2. (скупиться) хыт, хытса пурăн, хыткукарлан.

жаться

несов. 1. тĕршĕн, хутлан, хутланса лар, хĕсĕн; жаться от холода сивĕпе хутлан; жаться в угол кĕтессе хĕсĕн; 2. (льнуть, прижиматься) лăпчăн, тĕршĕн; ребёнок жмётся к матери ача амăшĕ çумне тĕршĕнет; 3. разг. (колебаться; стесняться) хуçкалан, турткалан, аптра; он что-то жмётся и не соглашается вăл килĕшмесĕр турткаланса тăрать; 4. разг. (скупиться, жадничать) хыт, хыткукарлан.

жила

м. и ж. прост. хыт кукар, тимĕр пăрçа.

завинтиться

сов. хыт (пăрăнса), пăрăнса çит; кĕрсе лар; гайка хорошо завинтилась гайка лайăх хытрĕ.

задеревенеть

сов. разг. 1. йывăç пек хыт; 2. перен. хытса лар; ноги от холода задеревенели урасем шăнса хытрĕç.

закоченеть

сов. шăнса хыт, шăнса кӳт, кӳтсе кай; руки закоченели алăсем кӳтсе кайрĕç.

закрепиться

сов. 1. (стать закреплённым) хыт, çирĕплен; 2. воен. (удержаться) тытăнса тăр, çирĕпленсе лар; 3. (упрочиться) çирĕплен, тĕреклен, йăлана кĕр; дружба закрепилась туслăх çирĕпленчĕ.

закрутиться

сов. 1. (крутясь, свернуться, завиться) пăрăн, пăрăнса лар (е кай), пĕтĕрĕн, пĕтĕрĕнсе лар (е кай), явăн, явăнса лар, явалан, яваланса пĕт (е лар), çаврăн, çаврăнса кай; стручки гороха закрутились пăрçа хутаççисем пĕтĕрĕнсе ларчĕç; 2. (обвиться, обмотаться) яваланса лар, чĕркенсе лар; 3. (завинтиться) пăрăн, пăрăнса лар; хыт, хытса лар (кран, гайка); 4. перен. разг. (захлопотаться) ĕç айне пул, пăтранса кай; 5. (начать крутиться, завертеться) çаврăнма (е пĕтĕрĕнме, пăрăнма, явăнма) пуçла; колесо закрутилось на месте кусатăран пĕр вырăнта çаврăнма пуçларĕ; 6. перен. разг. (сбиться с пути, повести беспорядочную жизнь) ашкăн, ашкăнма тытăн.

заледенеть

сов. 1. (оледенеть) пăрлан; снег заледенел юр пăрланнă; 2. (стать холодным, закоченеть) пар пек шăнса кай, шăнса хыт, шăнса кӳт.

замёрзнуть

сов. 1. (оледенеть) шăн, шăнса лар (е хыт), шăнса пăрлан, пăрпа витĕн; озеро замёрзнуло кӳлĕ шăнса ларнă; 2. (сильно озябнуть) шăнса кай; шăнса кӳт, кӳтсе кай; 3. (погибнуть от мороза) шăнса вил.

заскорузнуть

сов. 1. (огрубеть) кушăрка, кушăркаса кай (е лар), типсе хыт, хытса кай (е лар); 2. перен. (закоснеть) хытса лар, кая юл, пурнăçран юл.

застыть

сов. 1. (загустеть при охлаждении) хыт, хытса лар; клей застыл çилĕм хытса ларнă; 2. разг. (подмёрзнуть) шăн, шанса пăрлан (шыв); 3. разг. (закоченеть; замёрзнуть) шăнса кай, шăнса кӳт, кӳтсе кай (сăм. алăсем); шăнса хыт, хытса кай, шăнса вил; (стать холоднымо трупе) сивĕн, хыт, сивĕнсе кай, хытса кай (вилг); 4. (замереть) хыт, хытса лар (е кай, тăр); застыть от ужаса хăранипе хытса кай.

затвердеть

сов. хыт, хытса лар.

зачахнуть

сов. 1. (захиретьо человеке) начарланса кай, халсăрланса кай, типсе кай (е хыт, хăр), хăрса кай, пĕтсе кай; 2. (завянуть) типсе кай, шанса кай; цветы зачахли чечексем шанса кайрĕç.

зачерстветь

сов. 1. (стать чёрствым) хыт, хытса кай, тип, типсе кай (çăкăр); 2. перен. (стать бездушным) чунсăрлан, хыт, хытса кай; сердце его зачерствело унăн чĕри хытса кайнă.

каменеть

несов. 1. чуллан, хытса лар; 2. перен. хыт череллĕ пул, хаярлан.

каменный

прил. 1. чул..; чул ⸗ĕ [⸗и]; каменный дом чул çурт; 2. перен. (неподвижный) чул пек, юпа пек; туйăмсăр, чул пек туйăмсăр (пит-куç); 3. перен. (бесчувственный) чунсăр, чĕресĕр, хыт чĕреллĕ (çын); каменный век чул ĕмĕрĕ; каменный уголь çĕркăмрăк.

каннибал

м. книжн. 1. (людоед) çын-çиен, çынçиен этем; 2. перен. чунсăр, хыт чĕре, чул чĕре.

кишка

ж. пыршă; кишка тонка пыршă çӳхе (вăй çитмест); надорвать кишки (со смеху) вар хыт (кулса); заворот кишок см. заворот.

коснеть

несов. 1. в чём хыт, пăнтăх, мăртăх, çĕрĕш; коснеть в невежестве тĕттĕмлĕхре пăнтăх; 2. (становиться негибкимо языке) хыт, кăнттамлан, çыхлан; язык коснеет чĕлхе çыхланать.

костенеть

несов. 1. (о трупе) сивĕн, хыт, сивĕнсе хыт; 2. (от холодао человеке, частях тела) шăнса хыт, кӳт; 3. перен. (от смущения, замешательства, напряжения) хыт, хытса лар (е тăр).

коченеть

несов. 1. кӳт, шăнса кӳт, кӳтсе кай; от холода коченели ноги сивĕпе урасем кӳтсе кайрĕç; 2. (о трупе) хыт, сивĕн, сивĕнсе хыт (виле).

кощей

м. 1. миф. кощей (вырăс халăх юмахĕнчи хăрăк старик); 2. разг. (скряга) хыт кукар.

меркантильный

прил. 1. меркантилизм ⸗ĕ [⸗и]; меркантильная политика меркантилизм политики; 2. перен. укçашăн çунакан, хыт кукар.

млеть

несов. 1. ирĕлсе (е каçса) кай, хытă хĕпĕрте, хытса кай (е тăр); млеть от восторга каçса кайса хĕпĕрте; 2. разг. (цепенеть) хыт, хытса (е кӳтсе) кай; у меня млеют ноги манăн урасем хытаççĕ.

напрячься

сов. 1. (натянуться) карăн, туртăн, хыт; 2. перен. (приложить усилие) пĕтĕм вăя хур, питĕрлен.

неметь

несов. 1. чĕлхесĕрлен, чĕлхесĕр пул; 2. перен. (умолкать) чĕнмесĕр тăр; 3. перен. (цепенеть) хыт, çывăр, тĕн, туйми (е сисми) пул; пальцы немеют пӳрнесем туйми пулаççĕ.

обомлеть

сов. хытса кай, шак хыт; обомлеть от ужаса хăранипе шак хыт.

одеревенеть

сов. хыт, хытса лар, туйми (е пĕлми) пул; пальцы на ногах одеватьсяли от холода ура пӳрнисем шăннипе хытсах ларнă.

окостенеть

сов. 1. (превратиться в кость) шăмăлан, шăмă пул; 2. (застыть о трупе) хыт, хытса кай; 3. (окоченеть) кӳтсе кай, тĕн; 4. перен. (перестать развиваться) хытса кай, аталанми пул.

ороговеть

сов. хыт, мăйракалан.

отвердеть

сов. хыт, хытса лар (е кай).

очерстветь

сов. хыт, хытса кай, чунсăрлан.

пахать

несов. что и без доп. ака (е суха) ту, сухала, ал; пахать новь çерем уç; пахать под пар çĕртме ту, хыт суха ту; выходить пахать акана тух.

подвернуться

сов. 1. (загнуться) хуçлан, тавăрăн, çавăрăнса кĕр; 2. (неловко подогнуться) пăрăнса кай, мăкăлтан; 3. (завинтиться) пăрăн, пăрăнса хыт (е кĕр); 4. разг. тупăн, тĕл пул, тӳрĕ кил, алă айне (е куç умне) пул, килсе тух, пырса лек.

поскупиться

сов. хыт, хĕрхен, шелле (тăккаламă).

потвердеть

сов. хыт, хытса кай, хыта пуçла.

похолодеть

сов. 1. сивĕн, сивĕт; 2. перен. хыт, хытса кай; похолодеть от страха хăранипе хытса кай.

прижимистый

прил. разг. хыркăн, саран, хытă, хыт кукар.

прокалиться

сов. (хытă) хĕр, хĕрсе çит (е хыт).

промёрзнуть

сов. 1. витĕрех шăн; шăнса лар (е хыт); земля глубоко промёрзнула çĕр витĕрех шăннă; 2. разг. (сильно озябнуть) шăнса (е кӳтсе) кай, хытă (е витĕрех) шăн; я промёрз насквозь ман ăша сивĕ витрĕ.

сдохнуть

сов. 1. (о животных) ӳксе вил, вил (выльăх-чĕрлĕх, чĕрчун); 2. прост. груб. (о человеке) кăн, кăнса вырт, хыт, хытса вырт (çын).

скаред

м. скареда м. и ж. разг. хыт кукар, тимĕр пăрçа.

скаредный

прил. разг. хытă, хыт кукар.

сквалыжник

м. разг. хыт кукар, выçă куç, выçлăх, хытă çын.

сквалыжничать

несов. разг. хыт, хыткукарлан, выçлăхлан.

скипеться

сов. 1. шăранса хыт (е лар); 2. перен. разг. (слежавшись, стать твёрдым) хытса лар (юр).

скопидом

м. разг. хыт кукар, хытă çын, тимĕр пăрçа.

скрепиться

сов. 1. пĕрлешсе (е çыхăнса) лар, çирĕпленсе хыт; 2. разг. (сдержаться) хăвна ху тытса чар.

скряга

м. и ж. хыт кукар, тимĕр пăрçа.

скряжничать

несов. хыткукарлан, хыт.

скупец

м. хытă çын, хыт кукар, тимĕр пăрçа.

скупиться

несов. 1. на что, с неопр. и без доп. хыт, хытса пурăн, шелле, хĕрхен; 2. обычно с отриц. (быть щедрым) хытса (е хĕрхенсе, шеллесе) ан тăр; ан ӳркен; не скупиться на похвалы мухтама ан ӳркен.

слежаться

сов. 1. (уплотниться от долгого лежания) пусăрăн, хыт, пирчен (нумай выртса); снег слежался юр пусăрăннă; 2. (смяться, примяться) тĕркелен, лӳчĕркен (выртса); костюм слежался костюм выртса лӳчĕркеннĕ.

смёрзнуться

сов. 1. шăнса çыпçăнса лар; ресницы смёрзнулись куç хăрпăкĕсем шăнса çыпçăнса ларнă; 2. (превратиться в лёд) пăрланса (е шăнса) лар, шăнса хыт; земля смёрзнулась çĕр шăнса ларнă.

спрессоваться

сов. 1. пусарăнса хыт; 2. (слежаться) хыт, хытса лар.

ссохнуться

сов. 1. (покоробиться) шултăрка, тип, хавша; 2. (пересохнутьо губах, рте) тип, кушăрха, типсе кушăрха; 3. (стать твёрдым) тип, хыт, типсе хыт.

сухарь

м. 1. сухари; 2. перен. (о худом человеке) хăрăк, ырхан, хыткан (çын); 3. перен. (о чёрством, неотзывчивом человеке) хыт чĕреллĕ (е хытă чунлă) çын.

твердеть

несов. хыт, çирĕплен, карпăчлан; цемент твердеет цемент хытать.

умяться

сов. разг. 1. (стать мягким) çемçел, çемçелсе кай (е лар); 2. (стать плотным) таптан, пусăрăн, таптанса хыт.

уплотниться

сов. 1. (стать твёрже) хыт, çирĕплен, пирчен, тăкăслан; 2. разг. (стать более заселённым) тăкăслан, тăвăрлан, тачăлан; 3. перен. (заполниться) тăкăслан, хĕсĕн.

упрочиться

сов. 1. (стать прочным) çирĕплен, тĕреклен, вăйлан, хыт, çирĕпленсе çит (е лар); 2. за кем-чем (прочно утвердиться, установиться) çирĕплен, çирĕпленсе лар, вырнаç.

утрамбоваться

сов. таптанса такăрлан (е якал, хыт), тикĕслен, тăкăслан.

цепенеть

несов. хыт, хытса кай (е тăр), ĕнтĕрке, пĕлми пул, туйми пул; цепенеть от холода шанса хыт; цепенеть от ужаса хăраса хытса кай.

черстветь

несов. хыт, тип, кушăрха, кушах, типсе хыт; хлеб черствеет çăкăр кушăрхать.

чёрствый

прил. 1. (засохший, затвердевший) хытă, типĕ, кушăрханă, кушăхпа; чёрствый хлеб хыт(ă) çăкăр; 2. перен. (бездушный) чунсăр, чĕресĕр; чёрствый человек чунсăр çын.

чудовище

с. 1. (фантастическое существо) тискер чĕрчун, çам (юмахри); 2. (жестокий человек) чунсăр (е киревсĕр, тискер, хыт чĕреллĕ) çын.

экономничать

несов. разг. перекетлĕ пул, перекетлĕ тыткала, хыт.

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

хытă

, хыт 1. «твёрдый», «жесткий»; 2. «скупой»; 3. «громко»; др. тюрк., МК, тефс. XII—XIII вв. катыг, тув. кадығ, хак. хатыг, Замахш., чаг., МНХ катык, уйг., узб. каттик, кирг. катуу, тур., ног., кумык., тат. каты, казах., к. калп. катты, алт. В катту, туркм. гаты, якут. хатан «твёрдый», «крепкий», «сильный», «жесткий» (в некоторых яз. «громкий», «звонкий»); АФТ катты «скупой»; ср. монг. хатуу «твердый», «жесткий»; «крепкий», «прочный»; «жестокий», «суровый», «строгий».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Йĕплĕ çăмах хыптар

Йĕплĕ çăмах хыптар обдувать / обдуть кого-что, обманывать / обмануть кого-что.
Юмах ярап, юптарап, йĕплĕ çăмах хыптарап, юмах юман тăрринче, хам урхамах çийĕнче. Е. Никитин. Капкăн-хапкăн хыт кăшлать, йĕплĕ çăмах хыптарать, Кулман çĕртен култарать. Н. Шупуççынни.

Кăмăла çемçет

Кăмăла [чĕрене, чуна] çемçет приводить / привести в умиление кого, растрогать кого.
Ывăлĕ ӳкĕнни ашшĕн кăмăлне кăшт çемçетрĕ. Н. Мранькка. Юрамасть чуна ун пек çемçетме! К. Турхан. Халиччен пуспа кăна шутлакан хăйĕн хыт кукар чунне çемçетрĕ, тенкĕ çине куçрĕ. М. Ухсай. Аллах вĕрентнĕ пек, тутаршăн ырă Тума çемçетрĕм хамăн чĕреме. Я. Ухсай.

Мăй пăр

Мăй пăр свернуть шею [голову, башку] кому.
— Вăл çавна çеç каларĕ: чӳпĕк пек çемçе пулсан, мăйне пăраççĕ-ха унăнне, — терĕ. К. Турхан. Эп сана хĕрсем урлă заказ панăччĕ, хыт кукар. Мĕн хушнине турăн-и эсĕ, манмарăн-и? Мăйна пăратăп ман менелнике типĕлле ирттермелле пулсан. Л. Агаков.

Пуç тай

Пуç тай 1. кланяться / поклониться кому (делать поклон или поклоны в знак приветстовия, почтения, благодарности); 2. кланяться кому (униженно просить о чем-либо, заискивать перед кем-либо); 3. преклоняться / преклониться перед кем-чем (чувствовать глубокое восхищение к кому-либо, чему-либо); 4. преклоняпуся / преклониться перед кем-чем (покоряться).
1. Ĕçчене хыт хисеплет пучах. Пуç тайса кĕтсе илет. В. Харитонов. Телей сунса пуçа эп тайрăм, хастар бригадира курсан. К. Кольцов. Тухтар кĕрекери çынсене пуç тайрĕ те васкамасăр тухса кайрĕ. Н. Илпек. 2. Кун хыççăн ялти хресченсем те пуç тайма пуçлĕç. Кирлĕ пулсан, пуян хăта пулăшма та пултарать. Н. Мранькка. 3. Ача чухне пит шухă пулнă çав... Вăхăчĕпе, тен, та-ăхтарнă та. Каçар мана, пуриншĕн те каçар, учитель, Пуçа таятăп санăн умăнта. П. Васильев. Тусла пуплетĕн çамрăк сăвăçпа, ӳсме пиллетĕн, йывăр çул сунатăн. Сана пуç таяканĕ пĕччен мар, Нумай вĕсем, таçтан-таçтан килеççĕ. С. Шавли. 4. Чун илли мул пуçĕ пире хăратаймĕ. Унăн хăватне тек ĕççынни пуç таймĕ. С. Элкер.

Укçа тăк

Укçа (укçана) тăк [сап] сорить [сыпать, швырять] деньгами, бросаться деньгами, бросать деньги на ветер.
[Сармантей:] Ăнăçлă пулмарĕ ман роман. Укçа тăкни анчах пулчĕ. И. Максимов-Кошкинский. Юрать халь пĕр лаша та пĕр ĕне çеç усрать Эльгеев, ют хуласене çӳресе укçа тăкасси те çук. П. Осипов. Чăваш купца Морозов Савви мар, Сапмасть вăл укçине меценатла. Çĕр хут, пин хут вăл хыт кукар, Ылханнă метала çыртать вăл шăлпала. С. Шавли.

Шак хыт

Шак хыт цепенеть / оцепенеть (под влиянием какого-либо сильного чувства).
Пĕтĕм агрономсем тĕлĕнсе шак! хытса кайрĕç. А. Ĕçхĕл. Тĕлĕннипе шак хытса тăтăм. А. Артемьев. Тусем енчен сасартăк темĕнле сасă илтĕнчĕ. Эпĕ шак хытса тăтăм. М. Кипек. Çак тӳсме çук суя сăмахсене илтсен, Çеçпĕл чул пек шак хытрĕ. Ю. Званацкий.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

кантурçă

п.с., калаç. Кантурта,хуçалăхпа финанс ыйтăвĕсене татса паракан çĕрте ĕçлекен çын; тиек (туп.), чиновник. Çак аптраман чăваш пупсемпе пуянсенчен, куштан-семпе хыт кукарсенчен, патша кантурçисенчен куç умĕнчех йĕкĕлтесе кулнă. В.Ахун, 1977, 81 с. Анчах лав вырăнтан тапранмасть, ... кантурçă-хыснаçăсене хĕтĕртсе тăмалла. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кĕçех вырăнти чиновник-кантурçăсем пирки тивĕçлĕ органсем уголовнăй ĕç пуçараççĕ. К-н, 1999, 3 /, 4 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

люцерна

аврипе çулçисем хыт курăк çулçи майлă шур тăрăллă курăк. Люцернан аврипе çулçисем хыт курăк (шур тăрăлă курăк) çулçи майлă [Заикин 1910:9].

пусă

хыт суха. <…> çĕр начар пулсан иккĕмĕш çул ăна хыт сухана (пусса) хăвармалла <…> [Çулталăк 1910:39].

çĕртме сухи

хыт суха. Хăш çĕрте выльăхсене ниçта усрама çук пирки çĕртме сухине (хыт сухана) Питравра анчах тăваççĕ [О восьмипольной 1913:12].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

каçхи нăрă

см. хыт кайăк

кăртăш

(хыт кĕрĕк) ёрш — gymnocephalus cernua [уланкă йăхне кĕрекен йĕплĕ пĕчĕк пулă)

уяр

(вир, вирвитса) божья коровка (красная коровка) — coccinella [хыт çунатлă, усăллă çăткăн нăpă]

Çавăн пекех пăхăр:

Хыт-суха хыт-хура хыт-хуралă хыт-хуралăх « хыт) » хытă хытă кăмăллă хытă кăраç хытă кĕпçе хытă пуçлă

хыт)
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150