Шырав: вар

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

анлă

широко, просторно
анлă вар — широкий овраг, лог
анлă кăкăр — широкая грудь
анлă пир — широкий холст
анлă пӳлĕм — просторная комната
анлă хир — обширное поле
анлă ретпе акни — широкорядный посев
Атăлĕсем анлă, шывĕ тарăн — фольк. широка Волга, глубоки ее воды

вар

I.
овраг
балка, ложбина
тарăн вар — глубокая балка
тип вар — сухая ложбина
суходол
и, тарăн вар, тарăн вар, тарăн варăн тĕпĕнче каччи утне шăварать — фольк. вот глубокий овраг, на дне его парень поит своего коня

вар

II. (варă)

1.
середина
центр

пӳлĕм варри — середина комнаты
хула варри — центр города
вар шăччи — стожар (шест, вставляемый в середину стога)

вар

2.
сердцевина

вар

сердцевинный
йывăç варри — сердцевина дерева
вар йывăç — сердцевинная часть дерева

вар

3.
живот
чрево уст., нутро прост.

вар

внутренний
вар ӳт — брюшина
вар ӳтлĕ çын — человек с большим животом
вар анни — грыжа
вар ыратать — живот болит
пĕр варта выртнă тăван — единоутробный брат, единоутробная сестра
вар хытиччен кул — смеяться до коликов

вар

4.
желудок

вар

желудочный
вар пăсăлни — расстройство желудка
вар сĕткенĕ — желудочный сок
вар хытни — запор
варпа аптăра — страдать болями в желудке
Йытă варне çу пăсмасть. — посл. От масла у собаки поноса не бывает.

вар


вар (вара) витер — донимать

вар

III.
лучший сорт волокна
йĕтен варĕ — лучшее льняное волокно
вар сӳс — лучший сорт кудели

вар

IV.
вар (смола)
çипе варпа сăтăр — натереть нитки варом

вар

V. глаг.

1.
зарывать, закапывать
втаптывать

çĕре варса хур — зарыть в землю

варă

см. вар II.

вар-вар

1.
подражание шуршанию, шелесту
çулçă çилпе вар-вар тăвать — листья шелестят от ветра

вар-вар

2. подр. —
о душевном волнении, переживании

ăшчик вар-вар тăвать — сердце щемит

вар-васан

собир.
овраги, балки, ложбины
овражистое место

пирĕн ял çĕрĕ вар-васан кăна — земли нашей деревни все в оврагах

вар-хырăм

то же, что вар 3, 4.

вар-хырăм

вар-хырăм ыратать — желудок болит
вар-хырăм тифĕ — брюшной тиф
вар-хырăм чирĕсем — желудочные заболевания

вăр-вар

быстро, проворно, расторопно, ловко
вăр-вар ача — проворный мальчик
вăл питĕ вăр-вар çын — он очень расторопный человек
вăр-вар ĕçле — работать проворно, быстро

йăпшăн

2.
красться
двигаться скрытно

вар тăрăх йăпшăнса пыр — красться по ложбине

кас

8.
причинять острую боль, резать, схватывать
вар касса ыратать — в животе режет
пилĕк касни — родовые схватки

кӳп

I.

1.
разбухать, распухать, раздуваться, вздуваться
кӳпсе кай — распухнуть
вар кӳпсе кайрĕ — живот вздулся

лăштăр

4. подр. —
об утихании, ослаблении

вар лăштăрах кайрĕ — боль в желудке утихла совсем

паратиф

мед.
паратиф (вар-хырăм тифĕ евĕр чир)

пăкăртат

то же, что пакăртат
сăра пăкăртатса йӳçет — пиво бродит, пузырится
вар пăкăртатать — у меня урчит в животе

путех

2.
очень
путех тарăн вар — очень глубокий овраг

сăмала

смола
вар

çип сăмали — сапожный вар
сăмала юхтарни — смолокурение
сăмалапа сер — заливать смолой
сăмала пек çыпăçрĕ — пристал как смола (соотв. как банный лист)

сӳс

пеньковый
йĕтĕн сӳсĕ — льняное волокно, льноволокно
кантăр сӳсĕ — пенька
капрон сӳсĕ — капроновое волокно
хайлав сӳс — синтетическое волокно
сӳс варĕ, вар сӳсĕ — хороший сорт кудели, отборная кудель
сӳс вĕрен — пеньковая веревка
сӳс çурăмĕ — связка кудели
сӳс тылли — мялка для кудели
сӳс хăлхи — кострика
сӳс хухи — кострика
сӳс арла — прясть кудель
сӳспе мăкла — конопатить паклей
сӳс тылла — мять кудель мялкой
сӳс шăртла — расчесывать кудель
Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. (Йĕппе çип). — загадка У железной собаки пенькбвый хвост. (Иголка с ниткой).

тарăн

глубоко
тарăн авар — глубокий омут
тарăн вар — глубокий овраг
тарăн калуш — глубокие галоши
тарăн кĕсъе — глубокий карман
кунта тарăн — здесь глубоко
пусса тарăн сухаланă — поле вспахано глубоко
ача тарăн чăмрĕ — мальчик нырнул глубоко

типĕ

сухо
типĕ вар — овраг, суходол
типĕ çырма — овраг, суходол
типĕ çĕр — сухое место, сушь
типĕ çил — сухой ветер, суховей
типĕ утă — сухое сено
типĕ ӳслĕк — сухой кашель
кунта типĕ — здесь сухо
типĕпе тух выйти — на сухое место, на сушь

тиф

тифозный
вар-хырăм тифĕ — брюшной тиф
шатраллă тиф — сыпной тиф
тиф сарăлни — тифозная эпидемия
тифпа чирлисем — тифозные (больные)

хирĕç

3.
расстраиваться, портиться (о желудке)
ачан вар-хаырăмĕ хирĕçнĕ — у ребенка расстроился желудок
хирĕçсе кай — 1) рассориться, разрушаться 2) расстроиться (о желудке)

чир

1.
болезнь, заболевание
недуг книжн.
хворь прост.
ăшчик чирĕсем — внутренние болезни
вар-хырăм чирĕ — желудочное заболевание
вăрах чир — хроническое заболевание
вĕри чир — горячка, тиф
касу чирĕ — повальное заболевание, поветрие
сикекен чир — заразная болезнь
ерекен чир — заразная болезнь
тииĕс чирĕ — морская болезнь
тытамак чирĕ — эпилепсия, падучая
ӳпке чирĕ — легочное заболевание, туберкулез
хавшатакан чир — изнурительная болезнь
хĕрарăм чирĕсем — женские болезни
шыв чирĕ — водянка
чир паллисем — признаки, симптомы болезни
чир историйĕ — история болезни
чир таврăнни — рецидив болезни
чир ерт — 1) заразить 2) заразиться
чир ертекен микробсем — болезнетворные микробы
чире пер — прикидываться больным, симулировать болезнь
чире кай — 1) тяжело заболеть 2) страдать хроническим недугом
чиртен сыват — излечить от болезни
чиртен хăтăл —  избавиться от недуга
Чир вырăнне вăй кĕрет, хуйхă вырăнне — кĕмест. — посл. После болезни человек оправляется, а после перенесенного горя — нет.

ырат

болеть
ыратакан шăл — больной зуб
пуç ыратать — голова болит
чун ыратать — душă болйт
вар ыратса кайрĕ — у меня заболел желудок
ыратни иртсе кайрĕ — боль прошла
ыратнине лăплантаракан эмел ĕç — принять болеутоляющее средство

çинçе

2.
узкий
çинçе вар — узкий овраг, овражек
çинçе сукмак — узкая тропка
çинçе пĕçĕллĕ шăлавар — узкие брюки

çур

6.
потрошить
вскрывать

вар çур — вскрыть живот
пулă çур — потрошить рыбу

ăш-вар

2. перен.
душа
ăш-вар çунать — душа горит

клизма

мед. клизма (вар-вырăма сиплĕ шĕвек ямалли хатĕр)
клизма ларт — ставить клизму

шăл

7.
растирать, массажировать
вар шăл — растирать живот

пăр


вар пăрать — в животе режет
пăчкă шăлне пăр — развести пилу
хăлхаран пăр — драть за уши
тутана пăр — кривить губы, дуться, сердиться

хыт


вар хытни — запор
вар хытиччен кул — смеяться до колик
тĕлĕнсе хытса кай — застыть от удивления

вар

2.
смешивать, замешивать с чем-л.
кăвакалсене çăнăхпа çĕрулми варса пар — замесить уткам картофель с мукой

ан


вар аннимед. грыжа
вăл çĕр шăтăкне анса кайма хатĕр — он готов провалиться сквозь землю (от стыда)
кайран хуть тĕнче йăтăнса антăр — после нас — хоть потоп (букв. пусть хоть весь мир обрушится)

сĕткен


вар-хырăм сĕткенĕфизиол. желудочный сок

рак

раковый
вар-хырăм ракĕ — рак желудка
рак шыççи — раковая опухоль

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вар

I.
овраг

вар

II. син.: айлăм
долина
пирĕн йал айлăмра (варта) ларать —  наша деревня находится в долине

вар

III.
центр
живот

варăм ыратать — у меня болит живот
вар-витти — понос
вар-хырăм — живот
манăн вар-хырăм ыратать — у меня живот болит
вар-васак — внутрь, внутренность; кишки
йывăçăн варри пур — у дерева есть сердцевина
варлă — дружный
вар — голодный
тутă варлă — сытый

васак

син.: вар-васак
внутренности
кишки

васан

син.: вар, айлăм
лощина

вăр-вар

быстро, в миг
тумтирне вăр-вар хывса пăрахрĕ — скоро, моментально разделся

вит

покрывать
одевать
зарывать
проникать

шыв витрĕ ата витĕр — вода проникла через сапоги
халĕ шыв витмест — теперь вода не пройдет, вещь не промокнет
вар витти — понос

йур

II. син.: йур-вар
скромная пища

карлăк

(см. кар) – перила, вар пуçне карлăк тытнă – у начала оврага устроены перила.

85 стр.

лупам

котловина; низменность; вар лупам – овраги и долины.

111 стр.

пуç

голова
начало
начальник
главный
колос
покорность

аслине пуç — старшему покорность
пуçлă йĕп — булавка
пуçла — начинать
пуçлан — начинаться
пуç-çап — челом бить, покланяться, молиться; жаловаться, благодарить
пуç çавăр — отуманить
кил пуçĕ — домоправитель
туй пуçĕ — распорядитель свадебного пира
çарă пуçĕ — полководец
йал пуçĕ — вождь деревни, своего народа
шыв пуçĕ — исток, вершина реки
çырма пуçĕ — начало оврага
вар пуçĕ — начало долины
кӳлĕ пуçĕ — начало озера
шурăмпуç — заря
вут пуççи — головня
çул пуççи — проводник
хул-пуççи — предплечие
ал-пуççи — плечо
пуç пÿрне — большой палец
пуç тури — гребень
пуç тăрри, тӳпи — темя
пуç шăмми — череп
пуç йанаххи — виски
пуç тутăри — головной платок
пуç-кашăл — венец
вăл кĕнекене пуçĕпех патăм — я отдал ему эту книгу совсем
пуçламăш — начало
пуçне — кроме, отдельно, особенно, исключая
пăт пуçне пиллĕк пус тӳлес пулать — нужно платить по пять копеек с пуда
пуçах, пучах — колос
хăмла пучаххи — хмелевая шишка
пуçалăх, пуçелĕк — из головы, брус в окне
пуç вĕçĕ — изголовье
пуçлăх — начальник; глава
пуç хирлĕ ӳкер — упасть стремглав п
пуç хур – ложиться ("голову класть")
çичĕ çул йамшăк чупрăм, пĕр турта пуç катмарăм — семь лет я гонял ямщину и не отколол конца ни у одной оглобли
пуç-тах çын — бесшабашный
пуççăрла [Етĕр.] — быть бесшабашным
пуç çинчен пĕркен — закрываться с головой
çын пуçне пĕрер çăмарта пĕçереççĕ — на человека варят по одному яйцу
пуçланса кайать — начинается
ĕçле пуçлать — принимается за работу
ĕрет пуçланса йарать — начинает ряд

сухăр

смола, вар
сера

сухăр çунакан йапала — сера горючая

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

ыраш çĕртми

(с'ö˘рт'ми), пар (под рожь). Аттик. Чӳке пирĕн ăна ыраш çĕртми умĕн «Хурăн-вар» ятлă çырмара тăваççĕ.

хĕвел тӳртĕнĕ

северный склон. Ск. и пред. чув. 29. Хĕвел тӳртĕнĕнче Тип-Вар — Шăмăш Шупуçне тĕлме-тĕл ларса тухнă. ''N''. Хĕвел тӳртĕнĕ, урăхла — хĕвел тӳртĕн вырăн теме пулать. ''Шурăм-п.'' № 19. Кăçал ыраш калчи хĕвеле тӳртĕн вырăнта çĕрнĕ.

Ялтра

/Йалтра/ (чит. jалдра), назв. сел. в Ядр. у. Макка 107. Ялтра (Юманай). Следует писать: Ялтăра. Сорм.-Вар. † Ялтра пасар(ĕ) хĕр сутти, Нурăс пасар(ĕ) пуç сутти.

Ямаш варь

/Йамаш ваϸ) (вар'), назв. оврага около д. Верхн. Мочар, Ядр. в. и у.

сайра-хуххи

неизв. сл. в заумной песне. Растение? АПП. Тайăнмалли таййи пур, сулланмалли сулли пур, ылтăн копейкă, кĕмĕл копейкă, сан сайри-хуххи, ман майри-хуххи (вар. сан сайруххи, ман майруххи. БАБ).

саккăрлă

с восемью, о восьми. N. † Сирĕн сĕтел ури саккăрлă (о восьми ножках, с восемью ножками). Срв. вар. Этой песни: Череп. Сирĕн сĕтел урисем саккăр иккен, уйăх ларма ларса та курмарăм.

саклат

заклад (русск.). Пшкрт. N. † Пирĕн инке пулассин кĕпи-йĕмми саклатра. (Поют о невесте). Якейк. † Мари кĕпи, виç кĕпи Хветюкка панче саклатра. Султангул. † Ялти ватăсем, ай, хупахра, çийĕнчи тумтирĕ, ай, саклатра. || Панклеи. † Лаши нача; ан тийĕр, атти поян чохнехи саклат кĕсри тихисем, çавăнпа начар полнă вăл (вар. ăçтан лайăх пулмалла). Актай. Пирĕн лаша хамăрăн, саклат кĕсре тьыхийĕ; саклат кĕсре тьыхи мар, хуçа кĕсри тьыхийĕ.

салтак

(салдак), солдат. Изамб. Т. Эс салтак-и? Ты солдат? Ib. Салтака лекекен ачасем куçне çыхса хапхаран тухаççĕ. Регули 575. Эс салтак полăттăнччĕ, сана илмĕç. К.-Кушки. Салтаксем хутлăхĕсене пĕр тикĕс илсе пыраççĕ. Солдаты идут на ровном расстоянии один от другого. Никит. Салтака мĕне тохса кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те, çурмаран уйăрат; çуррине çисе ярат, çуррине амăшне парат. Амăшĕ тата каякан ачи кăсинчен вăрттăн окçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлăшкине, ачи кайсассăн, кĕлете çип çине çакса ярат. Çăкăри çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурат. Вара кайнă ачи чирлесессĕн, çав укçа хуралса тăрат; чирлемесессĕн — çуттипех выртат, тет. Ачи вилсессĕн, çав çип çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма тапратаççĕ, тет. Н. Карм. Пĕр ывăлĕ салтакра халĕ. Б. Олг. Кăçал ман ачая чĕнеччĕ салтака, шăпа тохат; ачая манне исерчĕç (= илсе ячĕç), çӳç касрĕç, ман ача салтака карĕ. N. Салтакран юлчĕ-ха. N. Пĕчĕккĕлле салтак ĕçне вĕрентнипе вĕсем салтак пуласран пирĕн пек хăрамаççĕ. Ядр. Кам салтакра пурăннă, кама чĕнмелле, кам салтакран юлнă, мĕн-ма юлнă. Якейк. † Эпĕр салтак (вм. салтака) кайнăшăн, ялти яшă хĕпĕртет. Тораево. † Эпир салтак кайнăшăн, пур ял-йыш хĕпĕртет. Турх. Вуникĕ салтакăн пĕр качака ăсĕ чул (вар. чухлĕ) анчах, теççĕ (или: тет. Старая послов.). Изванк. Кăркунне, салтаксене чĕнес вăхăт çитерехпе... Ib. Çак ача халĕ кăркунне салтака каймалла. Орау. Салтак патне çите пуçланă ялти çамрăксем (к 21-летнему возрасту). Юрк. Тархасшăн мана салтакран кăларăр (освободите), эпĕ чирлĕ çын. N. Тата салтак ячĕ тохат çичĕ ачан. Баран. 206. Тĕп-тĕрĕс 25 çул салтакра çӳренĕ (служили). Байгул. Манăн атте Николаевский салтак пулнă. Вăл салтакра вунпилĕк çул пурăннă. N. Салтаксене солăнтарат ĕçпех ĕнтĕ ку патша самани. N. Пĕре кĕрсе юлчĕ салтакран. N. † Салтак нуштине кораччен, килте питĕ начар çын йытти полас полать. (Солд. п.). N. Этемĕн салтака килеччен çуралманни аван. (Из солд. письма). N. Салтак кунĕ пит лайăх мар. Юрк. † Салтак тесе каласан, чĕререн çĕçĕпе каснă пек. (Солд. п.). Чебокс. † Салтак ятне илтесси — пасар кулаç çини мар. Шибач. † Салтак каять, салтак килет, эпĕр кайсассăн килес çок. Сĕт-к. † Ялăм-йышăм янтал пакчĕ, ятарласа çӳрес чох, салтак турĕç — мĕн тăвас? Ядр. † Вăлта хулли кĕлеткемччĕ, салтак кĕлетки пулминччĕ, салтак пăшалĕ йăтминччĕ. || Отбывший службу. ЧС. Якур салтак. || Валет (в картах). Тиханьк. СТИК. Кирпĕч, хĕрес, курак, виннăй салтак. Валет бубновый, трефовый и пр.

сан

сало (лед). В. Олг. См. сам. ТММ. Сан, лед береговой, первый лед при замерзании реки, лед по берегу реки. Слеп. Прохот çинче сан полать, пăр тохать; сантан пăр полать. N. Хĕлле Атăлăн хăш енче сан пулать, çав енче тырă пулать, теççĕ. (Сан тесе Атăл ларас умĕн юхакан пăрсене калаççĕ). Питушк. Сан (пăр) килет, Сăрă урлă каçма юрамасть. Тюрл. Атăл çине сан кĕнĕ (лед уже идет осенью). Пухтел. Сан юхать (сĕлтĕленсе юхать, çăра шыв пек). || Заносы снега волнами. Собр. † Вăрман хĕррине сан хывнă, епле иртерем-ши лашама. Хурамал. Юр кăçал сан-сан выртать (тикĕс мар, ярăм-ярăм сăрăнтă пек пулса выртать). СПВВ. † Аслă çул хĕрне (вар. хĕррине) сан хывнă, епле ирттерем-ши çунана. СПВВ НИ. Сан — çул çине вĕçтерсе картлă-картлă лартнă юр. ЧП. Аслă çулсем урлă сан хывнă.

сарана

назв. цветка, лилия, саранка, „царские кудри“. Я. Якушк., Ялюха М. Сарана, лилия (цветок). Ст. Чек. Сарана — раст. с желтыми корнями. Н. Седяк. Сарана тымарĕ чăмăр, ăна хăпăта-хăпăта çияççĕ (отламывается корень). Башк. Сарана, „царские кудри“, lilium martaqon. Сар илнĕрен суханне çиеççĕ. Зап. ВНО. Сарана, травянистое растение с съедобным корневищем. Рак., Кайсар. Сарана. Пысăк вăрманта ӳсет, тымарне сар ӳкнĕрен çиеççĕ. СПВВ. ИА. Çынна сар ӳксен, сарана çиес пулать. Тюрл. Сарана; тĕпĕнче çăмах пекки полать, çӳлчи çӳлĕ (как у картофеля или чеснока), нӳлекеллĕ. N. Сарана. (Говорят, что сарана дает краску). Нюш-к. Сарана пур çĕрте те ӳсмес, сайра тĕлте анчах ӳсет. Ытти курăксем пек çăра лармас, ӳссен, мăшăрăн ӳсет. Сарана тымарне çиеççĕ. Собр. Сар сарана, сарана, сарана тăрринче (вар. çинче) сар-кайăк; виççĕ тăрса кăшкăрсан, вилнĕ çынна чун кӳртет (Автан авăтни). См. хĕл-хĕлле. Н. Лебеж. Алтрăм-алтрăм — утмăл тупрăм, алтса çитсен, ылттăн тупрăм. (Сарана). Пазух. Сарă-сарă сарана, сарана нумай çин(ĕ) эпир, сарă-сарă ан тийĕр, çавăнпа сарă пулн(ă) эпир. Султангул. † Сарăлса-сарăлса ларакан сарана çулçи мар-ши вăл?

Сарату

(-ду), назв. горы. СПВВ. МС. Сарату — тăв ячĕ. || Собр. Ашшĕ атă тахăначчен, ывăлĕ Саратăва (вар. Сарая) çитĕ. (Тĕтĕмпе вут çулăмĕ). См. сарай.

Сархурăн

назв. селения Чебокс. р. || Назв. долины (вар) около д. Якейкиной. Там есть сархорăн киремечĕ. Прежде здесь была береза. || Назв. урочища и киремети на земле Б.-Яушевск. общ.

сарна

неизв. сл. Отсюда: Сарна вар.

сасак

(-зак), неизв. сл. Отсюда: Сасак вар.

сахат

(саhат, Пшкрт: саҕат), час. Якейк. Виç сахата пилĕк минут çитми (в 2 ч. 55 м.) эп килтен тохрăм. Орау. Сакăр сахат çитни? — Çитиман (еще нет восьми). Шор-к. Кăçал пирĕн ялта çорçĕр иртсен иккĕ сахатран пошар тохрĕ. N. Паян эп çич сахатра вăраннă (если о времени вставания узнал после; варантăм — если тут же посмотрел на часы). N. Миçе сахат çитнĕ? (спрашивает проснувшийся). N. Сакăр сахатра тăратпăр та, çурçĕр иртсе 2 сахат иртеччен нихçан та выртмастпăр. Орау. Çав икĕ сахата килме тăрăшăп эпĕ те, килимасан, сыв юлăр вара, васкамалла пулчĕ; каясса 4 сахат анчах каяп та... спаççипă сире. Хочехмат. Пĕр вунпĕр сахат вăхăтра хĕвел-тухăçĕнчен килет, тет, пĕр лаша. Г. А. Отрыв. † Сакăр сахат лартăмăр, тăхăр сахат çитеретпĕр,— каттăршнисам каймарĕç, пирĕн савнисам килмерĕç. Орау. Çич сахата çитесси нумай мар. Ib. Çич сахата кăштах çитиман. Немного (не доспал) до 7 часов. Шорк. Шăп пилĕк сахатра; пилĕк сахат ăшне кĕрсен (çине кайсан), в пятом часу; тăват сахат иртни 15 минут çитсен (15 мин. пятого); тават сахат 15 минут çитми тохрăмăр (без 15 м. четыре); кăнтăрла иртни пĕр сахат (1 час по полудни). N. Паян кăнтăрла выртрăм та, пĕр-ик сахат çывăрса илтĕм (после часа два). || Время, приблизительно равное часу. Яргуньк. Çав карчăк ачине килте кашни сахатрах кĕтсе пурăнать, тет. N. Çак сахатрах, тотчас. || Момент. Шорк. Аçа çапнă сахатрах вот сиксе те тохрĕ. Тотчас после удара молнии вспыхнул огонь. Тип-Сирма. Çак сахатра, в этот момент, в это время. Регули 1337. Эп илтĕм, он чохнех (илтĕм çав сахатрах) пусрăм. || Часы. Орау. Ку сахат çапла шакка-шакках çын ĕмĕрне ирттерет. Часы тикают, тикают, да и натикают чью-нибудь смерть. Ib. Ман сахатпа пулсассăн, сакăр сахат çитме кирлĕ марччĕ. М. Кукшум. Чунсăр çын вăхăт пĕлет? (Сахат). N. Сахата пăх! Посмотри на время. || Караул (стояние на часах). N. † Тантăшсем олаха кайнă чох эпир сахата (вар. салтака) каятпăр. (Солд. п.). См. сехет.

сентел

(сэн'д'эл'), материя красного цвета, кумач. Шибач. Ходар. Вĕт сентел, более тонкий кумач. Абаш. Сентел = хăмач çип пирри, хĕрлĕ. Б. Яныши. † Пасар витĕр тухрăмăр, сентел çинчен куç каймарĕ. Сорм-Вар. † Сакки (лавка там) сентел, терĕçĕ, ларса пăхма юрĕ-ши та? М. Тув. † Сарă вăрăм хĕрсене сентел масмак килĕшет. Атмал-к. † Мĕлĕш хĕрĕ мĕшĕлти, мĕшĕлтетсе тухиччен сентел масмак тумалла. ЧП. Сентел сапак. Слеп. Сентел çоха. Шорк. Сентел (сентел кĕпе), ситец. Коракыш. † Сентел сăнĕ пек, сăнăм пур, Аптул тутар кулли пулч. Макс. Чăв. К. I, 83. Сентел масмак тăватьчĕ. Срв. Сантал.

сехмет

беда. Ашшĕ-амăшне. Мĕскерле эсĕ каç пулсассăн çӳретĕн? Спани килĕнче пĕр-пĕр сехмет пулчĕ-и мĕн (случилось)? тенĕ. СПВВ. Х. Сехмет çакăнать (несчастье). СПВВ. ТМ. Çын трук (скоропостижно) вилсен, ăна: сехметпе вилнĕ, теççĕ. Ib. Сехмет — пĕр чирсĕр вилекен çын е выльăх. (Обьяснение неудовлетворительное). СПВВ. ЕС. Выльăх-чĕрĕлĕх сасартăк виле пуçласан: „сехмет“ пулчĕ пулĕ, теççĕ. || Недуг. Чăвашсем 22. Çын сехметсĕр пулмаçт, пĕр-пĕр япала ыратнă вăхăт та пулат. СПВВ. АС. Çан сехметсĕр иртмест. (Сехмет — тем шавкăн лекни). || Так называют человека, который постоянно без толку с кем-либо бранится. Ст. Чек. Сехмет — анкă-минкĕ, кăлăх çынпа вăрçакан çын. || Назв. духа. Ст. Ганьк. Усал сехмет, усал хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать. Ib. Сехмет — усал. Ib. 77 тĕслĕ усал сехмет çулăхнипе, усал хаяр çулăхнипе. Альш. Турă сехметне (вар. турă сехмете) хур. Тюрл. Ана çине пырса тăрсассăн, тырă акма пуçлаччен, торра кĕлтуса илетĕп: торă папай, ырă сехмет (надо: сехет?) тĕлне тутăр, тетĕп. || Аттик. Эсĕ çăмăра сехмечĕ-сехмечĕпе кăларса илсе çӳре: çĕре çăмăрсăр типĕтсе хăртса ан яр. (Молитва в „Ӳчӳк“ к „Ел-кӳлли“).

сив-чир

лихорадка. Орау. Нюш-к. Сив-чир бывает: симĕсси, кăвакки, хĕрли; самая злая — симĕсси. Ходар. Хăш-хăш чухне пĕрне-пĕрне сивĕ-чир ерсен, вăрмана каять те, чĕрĕ пилеше варăнчен çурса виттĕр тухаççĕ. N. Ах, ачана сив-чир тытнă, ерĕм шывĕ ĕçтерес. Бгтр. Сив чирсем вуниккĕн пĕр тăван пулнă, тет. Пĕре çавсем пурте пĕрле пуçтарăннă, тет те, пĕр кĕпер урлă каçса каяççĕ, тет. Çавăн чухне пĕр сив-чирлĕ çын кĕпер айăнче ларнă, тет. Сив-чирсем тăчĕç, тет те, калаçма пуçларĕç, тет. Пĕри калать, тет: эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет. Тул çутăлма пуçласан, çавсем пурте çухалчĕç, тет. Çын киле тавăрăнчĕ, тет те, арăмне пăтă пĕçерттерчĕ, тет. Вара такмак (кожаный мешок) илчĕ, тет те, пĕр кашăк пăтă ăсса тӳрех такмака ячĕ, тет те, çыхса лартрĕ, тет. Сив-чир такмакра халь те куптăртаттарать, тет. (Вар. Сив-чирсем порте пĕр тăван, тет. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тет. Вăл ак мĕлле полнă, тет. Пĕрре сив-чирсем порте пĕрлешнĕ, тет те, пĕр кĕпер орлă каçса каяççĕ, тет. Çав кĕпер айĕнчех пĕр сив-чирлĕ çын, вăрăсенчен хăраса пытаннăскер, ларать, тет. Сив-чирсем хăйсем çынсене асаплантарни çинчен талпасланса пыраççĕ, тет. Эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет, пĕри. Ыттисем мĕн каланине илтимарĕ, тет. Кайран киле тавăрăнсан, арăмне часрах пăтă пĕçерттерчĕ, тет те, апат çиме ларнă чох такмак илсе ларчĕ, тет. Онтан малтанхи кашăкне ăсса тоти патне илсе пычĕ, тет те, часрах такмака яра пачĕ, тет, пăттине; вара такмакне хытă шатăртаттарса çыха хочĕ, тет. Çав такмакра сив-чир халь те полин коптăртаттарать, тет. Çапла ĕнтĕ сив-чир халĕ вонпĕр анчах йолнă, тет). См. сив тытни.

Сиктĕрме çăлĕ

назв. родника [течет „Кĕтĕк вар (пусхир) айкинчен“ в Кĕçĕн кил]. Нюш-к.

сир

(сир), снимать; раздвигать. КС. Вăл капан çинчи улăма ма сирсе пăраххăрăр (сбросили, раздвинули). N. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячĕç. Орау. Тимĕрпе витнĕ кĕлет çине çав кĕркуннехи çил пĕр енне пĕтĕмпех сирсе тавăрса пăрахрĕ, çапах та тимĕрĕ пăсăлман, хут пек анчах хутланса ӳкнĕ (согнулось, упало). Чуратч. Б. Ку упăтесем пӳрт маччине сиреç те, Яхуте çине пысăк арман чулĕ яраççĕ. Пир. Ял. Хресчен пӳрт лартас пулсан, аялти çеремне сирмесĕрех лартать. N. Вара пырăп та, ури вĕçĕнчи тумтирне сирсе выртăп. N. † Хăнтăр пур иккенне пĕлнĕ пулсан, пăрĕсене сирсе ĕçес мĕн. N. Мăйракипе сирсен (вар. шăйăрсан) — çул тăват, чĕрнипе пуссан — йĕр тăват. Шибач. Сир, раздвигать (хлеб на полу). Пшкрт. Йӳçсене сирсе токрăм. Сунч. Вĕлтĕрен тăрри сирекен. Изамб. Т. † Вăрман хĕрри тĕтрелĕ, тĕтрисене сирме çил пур. Туй. Вăл ултă уралă сĕтел çинче, пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларать. (Сирсе сирĕлми кăпăклă сăра, пенистое пиво). Нюш-к. Ывăсне сиртĕм те, алла хурана чиксе ятăм, тет. N. † Сирĕн кĕрекĕрсем çинче мĕн вылят? Сирсе сирĕлми пыл вылят. К.-Кушки. Чӳрече чаршавĕсене сир. Раззанавесь окно. || Отстранить. N. Халăха тупăкран кăшт сиресшĕн патша халăх хушшине ылттăнпа кĕмĕл пăрахма хушнă. Капк. Ах тур, усалла сир! тенĕ Якку шикленсе. N. Турă кăна сиртĕр ĕнтĕ ӳлĕмрен усал курма. (Из моленья). N. Турă, усалла сирех! Не дай бог! Т. VI. 35. Эсĕ хирти тырă-пулла сыхласă сир, çумăр вăхăтĕнче çумăр пар, сывлăм вăхăтĕнче сывлăм пар, çырлах. (Учук). || В перен. смысле. Чăв. й. пур, 9. Тепле айăплă çынна та, унăн айăпне сирме хĕтленнĕ. N. Кĕрӳшĕ салтака каймалла пек пулсан та, ун çинчен сирет (говорит, что не ему итти). N. Йĕркесĕр ĕçĕмсене ман çинчен сирсе ил.

ситрел

распускаться. П. Яндоуши, СПВВ. Тайба-Т. † Кăвак сăкман ситрелмест ситрелсен те хуралмаст. N. † Ураççи куммипе чăпар тутăр, çых-çыхах, тесе калатăр, вĕçĕ ситрелессе пĕлместĕр. Ст. Чек. Ситрелет, развивается (веревка), распускается (материя). Ib. Ситрелет = сӳтĕлет, пир хĕрри, матери хĕрри, тĕртнĕ япала сӳтĕлни. Тим. † Улача чаршав çӳçине: ыт (слишком) ситрелмĕ, терĕçĕ, ситрелес кунĕ паян мĕн. Изамб. Т. Пусма (ситец) хĕррине пӳкмесен, ситрелет (обивается, распускаются края). N. † Вуниккĕн (вар. вуниккĕпе) те явнă чĕн чăпăркка (вар. пушă), мĕшĕн ситрелмеле явнă-ши. СТИК. Ситрелмес = пĕрчĕкленмес. См. сӳтĕрĕл, сӳтĕр, сӳтĕл.

сулăк тенки

серебряные монеты 50-ти коп. и рублевого достоинства, пришиваемые на тухй'е по нижнему его краю. Карачево. Тухья çине аялти хĕррине аллă пус тенки е тенкĕлĕх тенки çакаççĕ, вара çав ĕретри укçасене сулăк тенки теççĕ. N. † Тухăя тӳпи силленет сулăк тенки çакмантан. [Срв. вар. этой песни: тухья тӳпи силленет талĕр тенки çакмантан. Череп.].

Сорăм-вари

(соры̆м-вариы), Сорăм-варри (-рриы), назв. сел. Сорм-Вар.

Сорм-варри

назв. селения, Сорм-Вар. Торп-к. См. сорăм-вари, сорăм-варри.

сӳ

подр. нервной дрожи. ЧС. Çавăнтан вара, эпĕ халĕ те шыва кĕрсен, чун сӳ! туса каять, тата темĕскер ураран тытнă пекех туйăнать. Ib. Манăн ларнă çĕртех чун сӳ-сӳ! туса каять. Тюрл. Вăл (мертвая) хуп-хура тискер пулса кайнăччĕ, ун çине пухсассăн чун: сӳ-сӳ! тăватьчĕ. Ib. Чон сӳ! сӳ! тăвать (боится). N. Ух, вар сӳех (= сӳ+ех) тувать, аялла пахсассăн (даже внутри холодеет).

сăвăслан кайăк

назв. неизв. зверя. Повидимому, изменено из услан кайăк. Собр. Сăвăслан кайăк шыв ĕçет, икĕ тетерлĕк (вар. текерлĕк) вăй выллять. (Лаша шыв ĕçни). См. суслан кайăк.

сăк

наговорить. Нюш-к. Мана çав асамăç çăкăра сăкса панă, çавăнпа вар ыратакан пулчĕ.

сăнчăрлă

имеющий цепь, с цепью. Альш. † Пуян хапхи сăнчăрлă, çапах уçса кĕтĕмĕр (вар. кĕрĕпĕр).

сăр

(сы̆р), окружать, облеплять. См. сыр. N. Финик йывăççи турачĕсем пек сăрса (= сырса) тăнă ăна. N. Унта кайнă чухне те ăна халăх пĕтĕмпе сăрса илчĕ. Ст. Чек. Эсĕр мĕн мана сăрса илтĕр. Кĕвĕсем. Чĕпсене çиме патăм та, ват чăхăсем сăрса илчĕç. Ст. Чек. Хуртсем сăрса илчĕç (окружили). Ib. Çăккăр татăкне таракансем сăрса илнĕ. Шăна чир. сăр. 8. Лаша тислĕкĕ çинчен вĕçсе килсе, тӳрех апат çине ларса сăрса илеççĕ. ЧП. Хурамалăхра хурт сăрат. N. Вĕсене икĕшне те хурт сăрса илет. Изамб. Т. Хурт, уйăрсан, пĕр-пĕр тĕле сăрат. Сред. Юм. Пирĕн çĕмĕрте (черемуху) хôрт пырса сăрнă. Ib. Йĕри-тавра сăрса илнĕ. || Приставать. Сред. Юм. Сăрă сăрса илнĕ. Пристала краска. N. Çутă ылттăна пылчăк сăрса илсен те сиен тумасть. || Покрывать. АПП. † Ахахсем хĕрлĕ, мерченĕ чăпар, шурă пурçăн пир кирлĕ сăрмашкăн. Ст. Чек. Сăрнă кĕрĕк или тăлапа сăрнă кĕрĕк, крытая шуба. N. Пирпе сăрса ярăр. Пошлите, завернув в холст. Çутт. 75. Тăлăп хыççăн ман валли кĕрĕк сăрса парас, теççĕ. || Обкладывать. || Нашивать украшение. Пухтел. || Окаймить. АПП. † Мăйăх-сухал сăрсассăн, хĕр тăшманĕ эп пултăм. Баран. 74. Салтакĕ çап-çамрăк пулнă, мăйăх та сăрман хăйне; вăл йăвашшăн пăхса тăнă. ЧП. Каччăсене хĕрсем саваççĕ, тапса мăйăх-сухал сăрнă чух (вар. сарă мăйăх сăрса тухнă чух). || Истратить. Изамб. Т. Эпĕ çирĕм тенкĕн пуçне сăртăм. Я истратил (букв.— кончил голову) 20 рублей.

сăсан

назв. рыбы, сазан. N. † Сăсанĕсем ишет (вар. ишеççĕ) шыва хирĕç, шывăн сулхăнĕсене шыраса.

Сĕве

(сэ̆вэ), назв. р. Свияга. Кĕвĕсем. Сĕве хĕрринчи пултăран татмасăрах ватăлнă. Ib. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх кимĕ-тĕр. Т. II. Загадки. Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве шывĕ тăрăлтăр. (Сывă çу). Çĕнтерчĕ 28. Шуррисем Сĕве улăхĕнчех, теççĕ. Альш. Сĕве çинчи ырсем шерпет сып юсман вар. Сĕве çинчи ырсем юсман шерпет. Искажение). Стюх. † Тапса ярăр Севенĕн пăрсене, туртса илĕр Атăлăн пăрсене. Альш. Атăлтан пăрăнсарах каять çавăрăнса ытла нумаях мар: „Сĕве кукăрĕ“ теççĕ ăна кунтисем. Ib. Сĕве таппи, разлив р. Свияги. || Название гор., Свияжск. Нюш-к. N. Сĕве çинчи ырăсем; Сĕвере выртакан ырă, назв. божества.

сĕт кӳл

молочное озеро. (По поверью чуваш, оно находится на том свете, около него будут играть дети и из него питаться). Урмай. Аслă кинĕсем куна кураймасăр кун патне пырса кун ачине илсе, тата кĕçĕн кинĕ илсе килнĕ кĕсрине, тата улмуççине илсе кайса сĕт кӳлле ячĕç, тет, ачи вырăнне анчăк çури пырса пăрахрĕç, тет. Т.-И.-Шем. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр, сĕт кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Н. Лебеж. Карташ варне сĕт кӳл пула юлтăр-и. Т. VI. 6. Сĕт кӳлте выртакан ырă амăшĕ, сĕт кӳлте выртакан ырă... N. Ăрама, хапха тăпси патне илсе тухаççĕ те, пурне те çĕр тăкаççĕ, тăкнă чух: умăнта пултăр, сĕт кӳлĕ пултăр, тесе тăкаççĕ. || Назв. Божества. Альш. Сĕт кӳле (вар. кӳлне) така, сĕт кӳл амăшне хур.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавăра

(с'авы̆ра), çавра (с'авра), круглый. Панклеи. Вăр çавăра куçлă хĕр, девица с круглыми-прекруглыми глазами. N. † Çӳл ту çинче виç хурăн, çулçи çавра, хăй сайра. Юрк. † Санăн çавра куçă кам çинче? Манăн çавра куçăм сан çинче. АПП. † Пăха (вар. пăхма) пĕлмен çавра куç, икĕ куçĕ хĕп-хĕрлĕ. Рак. † Ĕнтĕ уйăх çавра, уйăх çавра, ман пуçăмри хура çĕлĕк пек. || Круг (напр., в хороводах). Альш. Пĕр тĕми çинчисем тепĕр тĕми çине вăйă курма пек мĕн пек пулса каяççĕ пĕрле пĕр çавра (один общий круг) туса калама. Ib. Тăнă çавра çавăрăнса. Варринче, сак çинче сĕтел умнерех купăсçă ларать. || Кружным, окольным путем, не напрямки. КС. Çавра = тавра. Ib. Çавра каян çу хыпать. || Куплет песни. Пазух. Пĕр-ик çавра юрă, ай, юрласшăн, хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. Байгул. † Пĕр икĕ çавра юр юрласшăн, тăвансене кăмăлсăр хăварас мар. Альш. † Виçĕ çавра юрă юрласшăн, хăвараймăп тăванăн кăмăлне. Трхбл. † Пĕр-ик çавра юрă та, ай, юрласшăн, хăварас мар хуçанăн кăмăлне. [Çавра юрă — куплет или несколько куплетов в песне, — связанных по смыслу]. Ст. Дув. † Хамăр тăвансен килне килсессĕн, виç çавра юрă юрлассăм килет-çке. Ст. Шаймурз. Акă йысна патне килсессĕн, виç çавра юрра хĕрхенес мар. Шибач. Ик-виç çавра юрă юрлам-ха кайиччен. Сред. Юм. † Çавра йорй йорлар-и (пропоем один куплет), тăшмансĕне хорлар-и? || Раз. Т. VI, 63. Тата виç çавра юрлăр-ха (спойте три раза; так обьяснил КС.). Юрк. † Пĕр çавра юрласшăн, хăварас мар хăтам кăмăлне. Сĕт-к. Пĕр çавра йорласа илтĕмĕр. Г. А. Отрыв. Вилес умĕн вара çав чĕлхеç (старуха Чĕкеçук) виç çавра: „Ярантайăн ят юлтăр, Чĕкеçук карчăк тĕп пултăр“, тесе юрланă та, вилсе кайнă, тет.

çавра çул

окольная дорога. N. † Çӳреме (вар. çӳре) пĕлмен çавра çуль (вар. çул), икĕ лаши йĕп-йĕпе. N. Çавра çулпа (или: çавраран, или: çавра), кружным путем (противоп. пӳкле, пӳклерен, тӳрĕ).

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăрса чик

хапнуть, сунуть. Изамб. Т. Кит, апат тупсан, çăварне çавăрса чикет. Сорм-Вар. Упа çиленчĕ, тет те, Ахматяка çавăрчĕ-чикрĕ, тет, кутамккине. Ib. Ахматяк карчăка çавăрчĕ-чикрĕ, тет, кăмакана.

çак

(с'ак), вот этот. Сĕт-к. † Ах-чах, ах анчах, ача вăййи çак анчах. М.-Чолл. Çак çулпа кайсан, лаши вилет, çак çулпа кайсан, этеми вилет. Регули 1468. Çак кĕнекепе çав кĕнекене иккĕшне те эп çыртăм. Ib. 627. Çак кĕнеке манăн. Орау. Ку лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если видеть в первый раз). Çак лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если давно видит лошадь). Пĕлесшĕнччĕ (давно хотел спросить), нимпе те ыйтимастăп çавна. СТИК. Çак çăраççие уç-ха. Алших. † Çак хăтан хапхи тăрринче аçа-тăрна кăшкăрат; çав хăтан хапхи тăрринче ама-тăрна сасси пур; çавсем иккĕш пĕрле пуласшăн кăшкăраç. N. Çакна çи те, çĕр çуна вут кас, теççĕ. (Послов.). || Он. Кн. для чт. I, 6. Эпĕ вулама та пĕлетĕп, тенĕ çак. || В этот самый (раз). Торп-к. Эпĕр юмах пĕлекен çынсем мар, çак килнĕ чухне çул çинче, пĕр вар пуçĕнче, пĕр арăм йытă çурине ĕмĕртет. Орау. Çак иртнĕ çĕрпе виçĕмкун каç эпĕ пĕр вăхăтрах икшер хут вăрантăм. Альш. † Нумайранпа çак касра хĕрсемпеле вылярăм. || N. Онта-и çак? Там что ли это? (раздолье). N. Инке, тетĕп, эсĕ çырăва вĕренни çак? тетĕп. Ачач 14. Анне! Иртри халь ыратни? тесе ыйтрĕ ача сасси. Амăшĕ вара çемçен кăна кулса кăтартрĕ: ах тур эсĕ, ывăлăм... Хăвăн аннӳне çамрăклах хĕрхенме пĕлетĕн çак, терĕ. Орау. Чуну пур-и çăк санăн? Ачу макăрнине илтместĕн (говорит муж, когда мать спит, а ребенок плачет). Н. Сунары. Пĕр ырхан кашкăр ял таврашĕнче çӳренĕ чухне, мăнтăр йытта курнă, тет.— Йытă тус! эсир апат ăçтан илетĕр çак? тесе ыйтать, тет. N. Мĕнле тĕлĕк курнă çак эсĕ, ачам?

çанка

(с'аҥга), то же, что çамка, лоб. Изамб. Т. Шăтăк чавнă чухне çын пуç шăмми тухсан, çанки çине пăхаççĕ — турă çырни паллă-и? тесе. Турă миçе çул, миçе кун, миçе сехет пурăнмаллине çыннăн çанки çине çырнă, теççĕ. Вĕсем унта çырнă пеккине кураççĕ. ЧП. Чĕмпĕртен илнĕ чăн мерчен, çанкама çапрĕ сăрăсем. Собр. † Çырмасăр шур хут хуралмĕ, çанкасе çырни çухалмĕ (вар. çанкасене çырни çухалмас). ЧП. || Лысый. Изамб. Т. Çанка! çавна та памас. (Иначе: ĕне çуланă çанка).

çанталăк

погода. См. çавăнтавлăк. Çамр. Хр. Çуркунне йĕпе çанталăксем пулаççĕ. ТХКА З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Çанталăк уçă та типĕ тăрать. Погода бывает холодной и сухой. N. Ирхине хĕвел тохать — çанталăк ăшăтать, каçхине хĕвел анать — çанталăк сивĕтет. ГТТ. Çанталăк тӳрленнĕ, тӳлек çанталăк. N. Çанталăк йосо халĕ. N. Кунта çăмăр çăвать, çанталăк ирсĕр тăрать (грязь). N. Кунти çанталăксене çырап. N. Çанталăк сивĕ пулчĕ, мана сивĕ ленкрĕ (простудился). Анат-Кушар. Ай-ай, çанталăк темĕскер ăшăтмарĕ-çке. Что-то все стоят холода! Вопр. Смоленск. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять. Ib. Вĕтĕ çăмăр çусан, çанталăк авана каять. Н. Шинкусы. Çав вăхăтра çанталăк ăшăтнă пек пулнăччĕ. ЧП. Кăçал çанталăксем уяр пулчĕç. Баран. 101. Çанталăк ăшшалла кайсан. N. Калчана кайнă вăрлăха типĕ çĕре аксан та, вăл тикĕс, час шăтса тухĕ тесе, шанма çук, çанталăк уяра кайсан, калчана кайнă вăрлăха акни килĕшмест. В. Олг. Çанталăк сивĕтсерчĕ (= сивĕтсе ячĕ). Пшкрт. Çанталăк ояртат (оярат). М. Сунч. Çанталăк уяр тăрсан, чăвашсем çăмăр учукĕ тунă. Юрк. Вĕт çумăр çусан, çанталăк авана каят. Скотолеч. 19. Сивĕ çанталăкра, ăшă çанталăкра. В холодную, в теплую погоду. СВТ. Лайăх ăшă çанталăкра тула илсе тухса çӳреме юрать (ребенка). К.-Кушки. Çанталăк ĕеленсе кайрĕ, кайса килес, теттĕм. Разыгрался буран (зимою), а то я хотел было съездить. Регули 407. Паян (лайăх, сивĕ) çанталăк. Капк. Тулта çанталăк арçури пекех ахăрать (о вьюге). Орау. Çанталăк ахăрчĕ, настала бурная погода. Шибач. Çанталăк йосаннн. N. Çанталăк пăсăлса çитрĕ. О сохр. здор. Хĕлле пит сивĕ çанталăксенче. Шурăм-п. Çанталăк сухăмланат, становится прохладнее. Ib. Çанталăк ăшăтса кайнă пек пулчĕ. Орау. Çанталăкки çавăрнсах карĕ. Испортилась погода. Якейк. Çанталăк сивĕтсе праххăр ялтах. Стало совсем холодно. Ib. Çанталăк сохăмлатрĕ. Стало прохладно. Ib. Çанталăк мĕлле паян. Какая погода? Тораево. Ухмахăн амăшĕ ухмаха ырçа айне хупăрĕ, тет, çине сĕлĕ тăкăрĕ, тет, унта чăхсам ярчĕ, тет. Чăхсам тĕпĕртеттерсе çияççĕ, тет. Ухмах ырçа айĕнче: çанталăк тĕпĕртетет, тесе шухăшлат, тет. || Климат. Орау. Кунта çанталăк пит типĕ (здесь климат сухой), пĕр нӳрĕк те çук. || Страна. Пшкрт. Онта çанталăк пет йосо. Ib. Чоллă çанталăк, чоллă вырăн. Ib. Йот çанталăкра (на чужбине) çамрăк ăсна ан çухат. Ib. Çанталăкра корса çӳренĕ. N. Кунти çĕр тискер çанталăк. N. Çанталăк вĕçĕ-хĕрринчи халăхсене пурне те салам яратпăр. || Солнце. Шурăм-п. Çаксене пурне те хатĕрличчен çанталăк кăнтăрларан та иртсе каять. || Вселенная, небесное пространство, видимый мир, земной шар. N. Пулине хурана ятăм та, хуран мана çу пачĕ. Çуне çурта çутрăм та (засветил), çанталăк та çутăлчĕ (рассвело). Ал. цв. 6. Малалла кайнă çемĕн çанталăк кун çути пек çутăран çутă пулса пырать. Н. Сунар. Çанталăк, каç пулса, тĕттĕмленех-тĕттĕмленех пынă. Хорачка. (В поминки) çорта çутнă чоня калаччĕ: тĕттĕм çанталăкă çутă полтăр, рая ток! теччĕ. Ib. Çанталăк тытакан торă. Синьял. Икĕ пăт тулă пур, çанталăкпе акса çавăрнăп. (Куç пăхни). С.-Устье. Икĕ пĕрчĕк тулăм пур, çанталăк тавра сапса çавăрăнăп. (Куç). Н. Сунар. Икĕ пăт тулăм пур, çанталăка йĕри-тавра сапса çавăрнăп. (Икĕ куç). Собр. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: илме тухăр! тесе кăшкăрса каланă. Вара хайхи шыври ăстарик тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă (увел в подземный мнр). Алик. Кайсан-кайсан, çĕлен çури çынна калать, тет: куçна хуп, çăварна кар! çапла каласан, çынпа çĕлен çури аялти çанталăка анса кайнă (в подземный мир). Ib. Çавна каласан, çынпа çĕлен çури çӳлти çанталăка хупарнă (на землю). Синерь. Иван аялта çӳрет, тет: пит аван, тет, çанталăк (под землю). Череп. Çанталăк = çут тĕнче, тĕнче. Янш.-Норв. Çак çутă çанталăк, этот свет, белый свет. Юрк. Çут çанталăк = тĕнче. Сорм-Вар. Корăкран лутра, çанталăкпа тăпă-тан. (Çул). С.-Устье. Курăкран лутра, çанталăка витĕр кайĕ? (Çул). ЧС. Ача çуралсан, унăн ятне эрне иртечченех хурсассăн, вăл ача ку çанталăкра нумаях пурăнаймаç. N. Çанталăка шăнăçами (= шăнăçайми) пусăк салам. Торп-к. Çанталăкра виççĕ çук. (Пĕлĕт çине хăпарма пусма çук, шывăн турат çук, кайăкăн чĕчĕ çук). Янтик. Пирĕн патăрти çын, Ишеке турра пуçапма кайнă чухне, Ишек панчи ялта чӳречерен шыв ĕçме ыйтнă, тет: çыннисем ак çапла каланă, тет, кăна: пуш мар хал), çанталăк сармалла, тĕнче пĕрмелле, лаç лартса чан çапса хĕр хухлетмелле, тесе каланă, тет. (Çанталăк сармалла = пиремеç тумалла; тĕнче пĕрмелле = кукăль тумалла; лаç лартса чан çакса = кӳме лартса хăнкрав çакса). Собр. Çăвăнчен çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. Альш. † Ама хĕрĕ пуличчен, ăмăрт-кайăк пулас мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка (светлое пространство под землею) сарăлса вĕçсе çӳрес мĕн. N. Çанталăк çĕмĕрлсе анать пулĕ, терĕмĕр. Собр. Çанталăкри уйăхĕ пĕтĕм çĕре çĕр туса тăрат; уйăх çутă пулмарĕ, хĕвел çутă пулайрĕ. Ib. Çанталăкри хĕвел пĕтĕм çĕре кун туса çутатса тарат: çĕр çинчи халăх ăшăнат, çĕр çинчи тырпул пиçет те, тулат. N. Çурçĕр енчен уяр çанталăк килет. Ст. Чек. Çанталăк пĕрĕнсе çитет (собирается дождь). Н. Байгул. Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çар

не описка вм. сар? (желтый). Сорм-Вар. Çӳл юман, çӳл юманта пин турат, пин туратра пин куку, чăн тăрнче сар куку, лава (?) тесен култарать, симĕс тесен систерет.

çармăс курки

назв. ковша. Сорм-Вар. † Çармăс курки — сар курка, саркаланса ĕçтерет, хуçисене юрасшăн.

çартма

сковорода? Сорм-Вар. Упа киле çитрĕ, тет те, карчăккине кăçкăрат, тет: карчăк! çартма хатĕрле, тесе кăçкăрат, тет.

Çенкки

повидимому, имя человека. Отсюда: Çенкки вар.

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çырлах

(с’ырлах, с’ирлах), помиловать; быть принятой (о молитве, жертве). Хăр. Паль,. 29. У-ух, епле аслати кĕрлет! çырлахтăрах... Юрк. Çырлахтăр (турра панă выльăх силленни). Букв. 1886. Турă кăна çырлахтăр. Избави бог! Сиктер. Килĕшпе, ачам-пăчампа çырлах. N. Ват (= вот) пирĕн чăвашсем çăмăр чук тунă чух çапла чӳклеççĕ чĕкету, çырлах; тепе киремечĕ, çырлах; хĕрлĕ çыр, çырлах камалсăр, çырлах; хурхан-вар, çырлах; мĕн пур киреметсем, пӳхампарсем, хĕвел ашшĕсем, çĕр ашшĕсем пурте кĕлĕре пулăр, теççĕ. ЧП. Ах тур, çырлах, лашисем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. N. Çырлахах, турă! тетĕп: мĕн аслăш пулĕ апла тĕнче? N. Турах çырлахтăр. Могонин. Эх, çырлахах, тур. Русак. Çырлах, турă, ӳкрĕм — пуççапрăм, пĕр турра асантăм, витĕнтĕм. Ан пăрах, турă, çырлах, турă. (Моление). КАЯ. Çапла чӳклесе пĕтерсен, чӳкки-кĕлли чипер çырлахса кайтăр тесе, выртса çывăраççĕ. (Тайăн сара). Вырăсла пурăнакан çын (т. е. тайăн сăрана) ĕçсессĕн, е сăхсăхса ĕçсессĕн, чӳк çырлахмасть, теççĕ. ЧС. Йăваш, тӳлек çӳремесен, чӳк çырлахмас. N. Вăлă (источник) акă мĕлле чӳклесен çырлахĕ: пилĕк çăмарта, салат, пĕр çăкăр сăмси ил те, çав çăла кайса яр, вара вăл çырлахĕ. См. çăл. СЧЧ. Пичче каларĕ: эпĕ каятăп (опускать мимĕр в прорубь), анчах мимрине çулăрах тăвăр; çулăрах тусан, хытăрах çырлахĕ, терĕ. (Жертва воде при шыв титни). Ходар. Ку çырлахран (так!) пуçласа чăсарах (протяжнее) каламалла (молитау. Чӳклеме). Т. VI. 27. Çырлах, ырă хĕрт-сурт, çырлахсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт, çырлаха парсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт. И. С. Степ. Çырлах, прими. ППТ. Хăш çулне шалт тĕлĕнмелле, выльăхсем хускалмаççĕ те, тата силленессе те час силленеççĕ. Вара хăйсем те: ай-ай! кăçал час çырлахăрĕ, тесе, пит хавасланаççĕ. N. Итлемесен, чӳкĕсем çырлахмасран хăранă. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, çырлахтарах, турă! темле йăтă, пуçне çулелле каçăртнă, куçĕсем вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет. Сактер. Чӳклекен: çырлахрĕ, тесе, пусма тытăнать (быка). || Помириться, примириться. Бгтр. Лешсем: вил шапапа анчах çырлахатпăр, тесе калаçаççĕ, тет. || Пропасть, погибнуть. Перев. Рак хăй çакăнта çырлахассине хăех пĕлсе тăрать ĕнтĕ те (рак знает, что ворон его сьест), калать. СТИК. Куршĕсем пуртта илсе карĕç те, илсе килмерĕç, çавăнтах çырлахрĕ вара. || Помилование. СПВВ. Турăран çырлах пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. || Моленье. СПВВ. ПВ. Çырлах тăвас турра.

çи-витти

крыша, крышка, кровля, покрышка. Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çи-виттине симĕс-кăвакпалан виттертĕм. Такмак. Çак хуçанăн хапхи юпи чукун (вар: чукăн), çи-витти кĕмĕл, хуппи кĕленче. Туперккульос 21. Вырăн çи-виттисем çинче. Токшик. Çурт çи-виттисем çинчен тумласем юхма пуçларĕç. || Покрывало. Лашм. † Сар çу чĕрессисем, ай, сап-сарă, унăн çи-виттисем çӳçелĕ.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çитсе пыр

догонять, нагонять. Орау. Лаши хыçран çитсех пырать, пĕртте юлмасть (за нами или за другим). Ib. Çитсе-çитсе пынă çĕртрех лаша тăварăнчĕ те, тарчĕç. Якейк. Эп иккĕпе çӳренĕ чохне пирĕн тор лаша яланах хам хыççăн çитсех пырать (никогда не отстает). || Приближаться. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. || Подходить. || Доходить числом, численностью. Барап. 244. Çаксем (опущенные секунды, минуты) тăватă çулта хăйсем пĕр тавлăка, 24 сехете, çите пыраççĕ. Баран. 150. Россияра çĕр кĕпĕрнене çите пырать. Изамб. Т. Эпир Хурăн-вар патне çитсе пыратпăр. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăшĕ çитсе пытăр. С. Дув. † Çирĕм икке çитсе пынă чухне тĕнче нуши юлчĕ пуç çине. || Хватать, быть достаточным. N. Кунта пире тапак ирĕккĕн параççĕ, çите пырать, чей-сахăр та çитет.

çук

çок (с’ук, с’ок), несуществующий; часто передается русским нет. КАЯ. Çук вăрманта, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкачă выртать. (Из наговора). ТММ. Тăван анне пек шанчăклă тус çук (с русск.). Изамб. Т. Эпĕ ик-виç кун йĕре-йĕре шырарăм; çук, тупаймарăм (нет, не нашел). N. Кунта та ыриях (= ырриех) çук. И здесь ничего хорошего нет. Регули 536. Çок, эс мана олталимăн! Нет, ты меня не обманешь! Якейк. Конта мана çиман çынĕ çок. Здесь обо мне все злословят. N. † Пирĕн улăхра (чит. улахра) Якку çук, куçа-куçăн пăхасси çук (вар. мăйăр чиксе тухасси çук). N. Пирĕн валалла ĕмĕтленмели çок ĕнтĕ! (Гов. старик о своей дальнейшей жизни). Нюш-к. Ним çукран (от нечего делать) нимĕр (или: ним çукран нимĕр çиес. Поговорка). Регули 356. Эп пытăм онта; старик килте çокчĕ (старика не было дома), вăрмана кайнăччĕ. Ib. 405. Вăл паян чӳркӳре çокчĕ (чуркӳре корăнмарĕ). Ib. 421. Онта утсам çок, онта пăлансам анчах. Ib. 423. Эп çок полăп онта (у др. эп унта пулмăп). Ib. 27. Эп паян каймаллаччĕ, утсам çок полчĕç (не случилось лошадей). Ib. 1230. Халь окçа çок полчĕ (не случилось денег), эп она ӳлĕм килме каларăм (велел). Ib. 45. Онта нимĕн çок пăхмалли. Там смотреть нечего. Баран. 100. Типĕ кунсенче ĕççыннине унсăр пуçне (без овощей) пурăнма та çук. Вомбу-к. † Тохас текен хĕр пор-и, илес текен ачи пор, лаç пор, лапас пор, ут çок та пӳрт çок. (Авалхи туй юрринчен). Кан. Вĕллесенче пыл çителĕклĕ çук пулсан, хуртсене сахăр шывĕпе тăрантмалла. Слакбаш. Унта йытти те çук! Там нет ни собаки! (т. е. нет никого). Изамб. Т. Сирĕн ĕçĕртен те çук, вăййăртан та çук. У вас нет ни работы, ни игры (ни уменья играть). N. Ура-алăсем, пилĕк-çурăмсем пĕрте çук (т, е. болят, отказываются от работы). || Пустой, ложный. Собр. Пире курайман тăшмансем çук сăмахсене пур тăваççĕ (измышляют ложное). || Не стоит. Орау. Ăна тумаллăх та çук. Ib. Унта калаçмаллăх та çук. Ib. Ăна памаллăх та çук, час паримасть вĕт вăл калле (не скоро отдаст). || Употребляется во многих чувашизмах. Орау. Кăçал çуркунне тырă пулмасть, тесе, никам та калас çук (никто не скажет). N. Вĕсем тӳрленесси çук ĕнтĕ. Им уже не исправиться. Юрк. Вăл туман пулсан, эпир нимĕн те тăвас çук. Кабы не он, мы ничего бы не поделали. N. Кăнтăрла ăсене те тухма çук, пире те тухма çук. N. Илессӳ çук эс мана. Ты меня не возьмешь замуж. Регули 379. Эс она йăтас çок. Тебе его не поднять. Ib. 75. Эсĕр ĕçлес çок. Вы не будете работать. Ib. 70. Манăн паян ним те ĕçлес çок. У меня сегодня нет никакой работы. Ib. 76. Эп ĕçлес çок конта. Я не буду здесь работать. N. Хăйсем тăранни çук, варланни, путни анчах. Они не наелись, а только перепачкались и перевязли. Янтик. Ман кунта никампа калаçмалли те çук. Мне здесь не с кем говорить. Ib. Ман кунта ним сăмахламалли те çук. Мне здесь нечего (не о чем говорить). Ib. Ман кунта никампа калаçма та çук. Мне здесь не с кем и поговорить (ни с кем не надо говорить). Якейк. Ман паян ниста та каймалли çук. Я сегодня никуда не должен итти. Ib. Нистан та ман окçа илмелли çок. Мне неоткуда взять денег. Ib. Ман никам патне те тохса çуремелли çок. Мне не к кому сходить. Сред. Юм. Эс хôлана амма каян? — Ахалех, корма çиç каяп.— Корма çиç каяс пôлсан ôнчол çӳресси те çôк (нечего и ходить, нет необходимости и итти). Чăв. и. пур. З. Эрех пулсан, пурте пулать: çука та пур тăваççĕ, курнине те курман пулаççĕ. N. Вуник тенкĕсĕр çук. Дешевле 12 руб. не окупишь. Без 12 руб. не обойдешься. N. Манан конта никампа поплесе кăмăла оçма (развлечься) та çок. ЧС. Халь курас килет те, халь çук ĕнтĕ курмалли. Пазух. Эп вăрмана карăм çук (не хаживала), кукăр йывăç касрăм çук (не рубливала); эп усала карăм çук (не выходила), усал çумне выртрăм çук (не лежала). Усал çумне выртиччен, ыррăн ури-вĕçне вырт. Орау. Вăл ахаль калаçать, унăн ăна тăвасси те çук. В. С. Разум. КЧП. Мĕн туса çӳрен унта (зачем ты будешь ходить в школу), вĕренессӳ çук сан (не будешь учиться), эсĕ ахаль ĕçрен таратăн. N. Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук. Не бывает того, чтобы хорошее дерево принесло дурные плоды. Ау 169. † Шурă хăва каснă çукчĕ (не случалось рубить), ывăнтарчĕ хулсене; йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене. Собр. Кирек те хăш пӳрнене çыртсан та, ыратмасăр çук (непременно заболит), теççĕ. (Послов.). || Нельзя. N. Çырмалли тата нумайччĕ, анчах кунта нимĕн те çырма çук. Альш. Унтан вара Пукрав ерни тухмасăр ниçта кайма та çук. N. Унта каймасан çук. Нельзя не пойти туда. N. Малашне те çапла пулас пулсан, пĕтрĕн вара!... кăна мĕнле те пулсан тумасан çук (как-нибудь да надо сделать). Орау. Ачи аван вĕренет, ятлама çук. Мальчик учится хорошо, похаять нельзя. Коракыш. Хамăн каймасăр çук-ха, хамăн каяс-ха. Мне необходимо итти (туда) самому. Убеева. Манăн вĕренме каяс килет, анчах аттесенчен иртме çук, тет. Кан. Ача-пăча кĕнекине кун пек йăнăш ярса тултарнине чăтма çуках (нельзя выносить). О сохр. здор. Ĕçлекен çыннăн канмасăр пурăнма çук (без отдыха нельзя жить). N. Курăса (курса, курс) никам аллине пама çук (поручить некому). Альш. Тырă пулнă кăçал калама çук аван (несказанно хорошо). || N. Сан тăшманусем пултарас çука шухăш тытса тăраççĕ. || Недостаток, нужда. ЧП. Эпĕ çамрăк пĕве ӳстертĕм çук та пур хушшинче. N. Çук пирки тарăхса пурăнаççĕ (бедствуют). || Бедный, неимущий. Хора-к. Пор поршăн коллянать, тет, çок çокшăн коллянать. Ск. и пред. чув. 71. Анчах асту: Михетер хĕрне памаст çукалла (в бедную семью). N. Тăван-йыш, хута кĕрекен хуйхăлă чух пулăшать, çука пани вĕсенчен те ытла çĕклет. N. Çуксем, бедняки. || Бедность. ТММ. Çукăм çукпа пултăр, пуррăм хампа пултăр. Ib. Пуянлăхăм пур, çукăм çитмест. (Поговорка). || Пустяки. Юрк. Унта çукпа кун ирттерсе лармалла тăватăн (заставляешь проводить день за пустяками). Ib. (Хаярскер) вĕсене те хăш чухне çукшăн (из-за пустяков) ятласа пăрахат. Орау. Çукпа хăтланмаçть. Пустыми, бесполезными делами не занимается. Ib. Çукпа çӳремеçт. За пустяками не гонится. N. Епле эсир мана çукпа йăпатасшăн? N. Ĕçсĕр ирттернинчен ытла тата çука калаçакан, тĕпчесе çӳрекен пулса каяççĕ. N. Мана курма тесе кĕрекен çука калаççĕ.

çунат

çонат, крыло(-ья). Ст. Шаймурз. Кайăк-хур çунатне кассассăн, çитмĕл çиччĕ илме юрать, тет. Икково. Çонатту, твое крыло. Пазух. Икĕех те çунат тăвăттăм, вĕçсеех те пырса курăттăм. Альш. † Чĕкеçсем вĕçеççĕ çӳлелле, çуначĕ тĕпĕсене хытарса. N. † Аннен хĕрĕ полаччен, шăнкăрчă чĕппи полас мĕн, çонат çапса йорлас мĕн. (Хĕр йĕри). || Плавники (у рыбы). Юрк. † Шурă Атăлпа пулă ишет-çке, çуначĕсене шыва хумасăр. N. † Атăлта шур пулă ишет-ĕçке, икĕ çуначи юлат каялла (вар. çуначине шыва хумасăр). Чертаг. Çôнатти (с’онаττиы), боковые плавники рыбы. || Листья (капусты). Мусир. † Йăран-йăран купăста, хура çунатне усса ларать. N. † Пахча кăна пахчала, шур купăста çунатсене хуçмасан, пуç пулмаç. Пахча çич. 4. Купăста виçĕ çуната ларсан, ăна куçарса лартма юрать. || Крестообразная часть вороб. Юрк. Арăм йывăççи çуначĕ. || Карниз строений. Б. Яныши. Çорт çонаттисенчен томла йохать. Слеп. † Кăвик-кăвик кăвакарçăн, ыр çын сарай çонатти айĕнче. || Помощь, подмога, опора. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем, çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс. Рак. † Тăванăмсем, çунатăмсем, çул кăтартса кăларса ярăр-и, кил тĕлне лайăх тупмашкăн. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ, тăванăмçăм, çунатăмçăм, тепре курса калаçиччен йĕр те тӳс. || Отвод (саней). Н. Карм. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас! Шел. 166. Темĕн чухлĕ сип-симĕс çунатсемпе витĕнеп. (Гов. „хĕвелçавнăш чечекĕ“, т. е. цветок подсолнечника). || Крылья мельницы. Шибач. См. арман. Якейк. Çонат вала çаврат. М. Тӳпт. Çонат чос, доски крыла мельницы. || Нарост на ногах лошади. Курм. Лаша орисенче, пĕрер кашнĕнче, пĕчик муклашка пак хăпарса тăраççĕ, вăсана çонат теççĕ.

çут

, çот, холм, возвышенность, пригорок. Собр. † Çӳл çут тăрĕнче юр тăмаçть, пирĕн пуçра çӳç тăмаçть. Абыз. † Çучĕ çучĕ çырлалăх, тем, хамăрах çияс пек, ачасене чартăмăр. Орау. Кĕркунне, кĕтӳ пăхма пăрахсан, çучĕ-çучĕпе (каждый пригорок между оврагами) ĕни-лаши-сурăхĕ-сысни-мĕнĕпех кĕтӳ кăларса черетĕн-черетĕн пăхаççĕ, ăна (это стадо) касу теççĕ. Вотлан. Çут пуçĕнче пукане тайкаланса тарĕ. (Çырла). Коракыш. Пĕр çут аяккисенче икĕ куршак. (Куç). Сорм-Вар. † Атте килĕ çут çинче, çучĕ тулли çурчĕ пур, пире валли нимĕн те çук. Якейк. Хăта çорчĕ çот толли. Ib. Ати килĕ çот толли. Ib. Çав çот çине ачасам похăннă та, вылляма тапратнă. N. † Акăш вĕçет малалла, çутсем юлать каялла.

Çӳçелĕ вар

(с’ӳз’эл’э̆ вар), назв. урочища. Пшкрт. Шарбаш. Çӳçелĕ вар, назв. местности.

çӳтĕ-ай

место под косой. Сорм-Вар. Карчăк хĕр-ачана çӳтĕ-ай пăхма (искать вшей в голове) хушшăрĕ, тет. Эсĕ, çӳтĕ-ай пăхнă чух, çӳçне хуç та чик, хуç та чик, тесе калать, тет.

Çăкал-вар

назв. лога. К.-Кушки. Çăкал-вар — улăх ячĕ. Ăна ĕлĕк вăрман пулнăран каланă. Рекеев. Çăкал-варти ырăсем. || Назв. рощи. Алешк.

Çăкăр-вар

назв. местности. В. Олг. Çăкăр-варта киремет тунă чуашшам (тарăн вопашка и вăрман пор). Аслă çырма. Ĕлĕк авал тотара вĕлернĕ, он вырăнче полнă киремет. Тотар вилнĕ чох каланă: мана тиха парччăр, тенĕ. Каран чуашшам тиха парса порăннă вара. Ячĕ полнă вара Çăкăр-вар.

Çăккăр-вар

назв. леса. Шибач. В. Олг. Çăккăр-вар; онта тотар хоçа вилли полнă, киремет полнă, она ямшăксам вĕлернĕ.

çăлкăш

(с’ŏлгŏш), то, что остается после дергания. Б. Олг. Кантăр айĕ полат çăлкăш, осалли, йолашки (кантăр татсассăн юлать тĕпне, низенькие стебли). Коракыш. Çăлкăш çурĕм, вар-пуççи, нимĕн тума юрамин, йĕм тума вăл юрать. Якейк. Кантăр татса пĕтерсен, кантăр вырăнне çăлкăш юлать. Вăл çăлкăш çăлăхса тулнă пуса.

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

Çĕменкке

повидимому, имя человека. Отсюда: Çĕменкке вар.

çĕмĕрт

(с’ӧ̆мӧ̆рт’, с’э̆мэ̆рт), черемуха. Ст. Чек. Вомбу-к. Çĕмĕрт (вар-виттинчен типĕтнине чей пек ĕçеççĕ). Ск. и пред. чув. 52. Авкаланать çĕмĕрт пек (пляшущий парень). ТХКА. Çĕмĕрт хулăпа кĕсрене çапа-çапа сиккипе чуптарать. || Ягоды черемухи. Кĕвĕсем. Икĕ хура лашана эп ӳстертĕм, хура йывăç çĕмĕртне пăхтарса. Шемшер. † Атте кайнă çĕмĕрте (за черемухой). Утăм. Лăпкă, уяр кун карăм эпĕ çĕмĕрте. КС. Шырарăмăр, шырарăмăр, пĕр çĕмĕрт те тупаймарăмăр. Питушк. Хура çĕмĕрт пек ăсла (сусло) юхса тухрĕ (очень хорошее, во время варки), Чеб. Пăхатăп: хура сысна пĕрнесене (кузовья) тек йăвалантарса çӳрет, çĕмĕртсене пĕтĕмпех тăкса пĕтернĕ. Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Пазух. Тусан, тăвăр тусра (= тусăра) лайăххине, çĕмĕртрен те хура куçлине. Ст. Чек. Унта пĕр хап-хура, хура çĕмĕрт пек, кушака курать (увидала) Сред. Юм. Çĕмĕрт пик хора (очень черный). Сĕт-к. † Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши; тăрсамăр, хĕрсемсем, Тăрнай хăта килет, тет, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. ЧП. Çĕмĕрт тĕмми (куст) тĕл пултăм, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине.

Çĕн-çăл

назв. родника (течет „Кĕтек вар пус хир айкинчен“в „Кĕçĕн-кил“).

çкалăхвар

то же, что çăкалăх вар, место, где прежде делали чӳк.

таври

окрестный. Юрк. † Çĕлĕк тăррине вут хутам, çутти тухсан çунтарĕ(ç). Эпир хĕрарăм туннине таври ялсем сисмерĕç; чăн хĕр сăри çакă пулĕ, хавас тăван ан пăрах, ухутăр пулĕ сирĕнех. Подг.-Шигали. Сире таври ялсем мухтаççĕ. Н. Тим. Таври ял, окрестные, близкие селения. Ib. † Таври ялта хурăнташ, пăха пĕлмесĕр сивĕнчĕ. Чăв.к. Пирĕн ялти таври, ай, хурăнташ пăха пĕлеймесĕр, ай, ютăхрĕ (вар. сивĕнчĕ).

таках

(так+ах), напрасно, без причины. Копăрля. † Таках илтĕм коркана (купила ковш). N. Таках васкарăн яшкуна антарма! || Всё, всё время. Ст. Шумаш. Çул çинче таках кулса килетчĕç те, пăрахса хăвартăм (купленные дожки все смеялись, поэтому я их выбросил; говорит дурак). Панклеи. Пăх-ха, вар хошшинче пĕр молкачă таках сиккелесе çӳрет. Чăнах тем, тет старик.

такăрлат

сделать гладким, ровным. Н. Тим. Такăрлатнă çул, гладкая, укатанная дорога. Ст. Чек. † Анаймăттăм тарăн эп çырмана, такăрлатнă çулсем, ай, пулмасан. Баран. 86. Эпир, хура-халăх, çӳресе такăрлатнă тăвăр çулпа пыратпăр. N. † Йĕс таканлă аттăр пур, такăрлатăр урама (вар. çул çине). || В перен. см. Сред. Юм. Ăсĕм çолне такăрлатнă (означает, что они часто туда ходят).

Таккаварĕ

то же, что таккавар. (По построению срв. Елшелĕ, что в др. говорах произносится Елшел). Альш. Таккавар патĕнчи ырсем шерпет, сынисене (так!) юсман. Ib. Таккаварнче выртан ырăсене юсман, шерпет (вар. такаванти выртан ырсем шерпет, сынисене юсман. Искаженный текст).

талттин

подр. прыжку. Сорм-Вар. Мучи упи-шурă упа; талт(т)ин-талт(т)ин сик(к)ĕр те, хура вăрмана кĕрех карĕ. Ала 102°. Талттин-талттин сикрĕмĕр, тал-пиçене топрăмăр. (Свад. п.?) КС. Талттин! Прыг-прыг! || В см. существ. Панклеи. Уй варĕнче талт(т)ин сикĕ. (Çил арман). Актай. Уй варринче талт(т)ин ташлĕ. (Арман авăрни). Торай. Уй варринче талттин (талττиын, с -тверд. н) ташлать. (Арман).

тан

(тан), наледь (вода, выступающая на поверхность льда). Шибач. Шу тана тохать. Пшкрт. Пăр çине шу токса шăнсарсан: тан тапса шăнса, теччĕ. Тюрл. Йор çине сивĕре шыв татса кайсан, тан тапать. Хурада (Алькеевск. р. ТССР). Шыв танĕ тапса тухрĕ. Якейк. Çуркунне ир çинче шыв тан тапса хăпарса каять. Чув. пр. о пог. 298. Хĕлле пăр пит шăнса хăпарса тан тапсан, çула аслати авăтса тăвăллă çăмăр пулать. Если зимою образуются очень высокие наслуды, летом будут гроза и бури. Ib. 299. Тан тапсассăн, çул лайăх пулать. Если образовались наслуды, будет хороший год. Чураль-к. Юплĕ вартан тан тапать. (Юхакан сăмса). Собр. Пĕр вар пуçĕнче тан тапĕ. (Сăмса юхни). Ib. Икĕ вар вĕçĕнчен тан тапать. (Сăмса шывĕ юхни). Юрк. Хĕлле çырмара тан тапсан, çула урпа лайăх пулат. СПВВ. Тан тапнă пăр. Хурамал. Тан тапса шăннă. ТММ. Атăл çинче тан тапнă. || О воде, замерзающей в посудине. Хурамал. Хĕлле каткапа тула шыв лартсан, çӳлелле хăпарса çурăлса шăнать. Вара ăна: тан тапса шăннă, теççĕ. ТММ. Витрен тĕпне тан тапса çĕмĕрнĕ.

танлă

(танлы̆), гордый, заставляющий себе кланяться. Слакбаш. СПВВ. Тан; танлă çын, спесивый; ан танланса тăр. Тюрл. Танлă çын, гордый. Нюргечи. † Çак улахра мĕн нумай? Танлă хĕрсем пит нумай. Бел. Гора. † Пирĕн аттенĕн тӳрĕ пусма чул пусмана хăпарма (вар. чул пусма çине пусмашкăн) вăйлă танлă çын кирлĕ. N. Этем танлă, мăн-кăмăллă. НЧ. Мăн-кăмăлланса çӳрекен танлă çын намăс курать. Сред. Юм. Танлă — хăйне хăй пысăка хоракан çынна калаççĕ. || Гордость, спесь, чванство. Тюрл. Пуçа танла хонă эс!

танкăл

(таҥгы̆л), подр. звуку бубенчика, называемого танкăлтак. Сорм-Вар. † Танкăл, танкăлтак, танкăлтак сасси хура вăрманта.

тап

(тап), пинать, толкать, дать пинка. С. Дув. † Тапăр-ярăр Сĕве пăрсене, туртăр-илĕр турă çырнине. ЧП. Тапса ярăр Атăл пăрсене. Б. Яуши. Ача, çӳçрен турта-турта, тапа-тапа, аран вăратрĕ, тет, хуçисене. Завражн. Пĕрре тапса сиктерем кона! Ib. Котăнтан тапса сиктерем! (Угроза). Ib. † Ампар алăк ма хора? Хĕветĕр тапса хоратнă. Чураль-к. † Ай пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет; çӳхеме те çиса ячĕ, такмакама та çиса ячĕ, хама та çиса ярать. Сĕт-к. Урамри каская тапса йăвантарияс çок (пинком с места не скатишь). Ib. Вăл осал йăтта тапса йăвантарса ямалла анчах (оттолкнуть ногой)! Сред. Юм. Котран тапса сиктерĕп! Пну в зад! N. † Кăмака çине вуртнă та (она легла), тараккан тапса вĕлерчĕ (мою жену). ГТТ. Тата тапса илчĕ. Пнул несколько раз. Çĕнтерчĕ 51. Тапса сиктерес килет. Янтик. † Туя начар тумашкăн, пирĕн аппа начар мар: тапсан, тăва çĕмĕрес пек. || Лягать. N. Лаши вĕсен тапаканскер (лягливая) пулнă мĕн. || Карабкаться, подниматься? ЧП. Тапма илтĕм тăваякки, çума илтĕм шурă чăлха. || Отталкиваться, приседая (во время катания на качели). Ск. и пред. чув. 31. Ярăнакан маттур хытăран хытă тапса ярăнать, çăка чĕтренет. || Бить (копытом). N. Унпа çула (на ней, в дорогу) тухсассăн, тапса-тапса вăл туртат (лошадь). Альш. † Пичче йăмăк (мдадшею сестрою брата) пуличчен, пичеври даша (пристяжная лошадь) пулас мĕн, тапса туртса çӳрес мĕн. Ой-к. Вара хай лаша тапрĕ-сикрĕ, тапрĕ-сикрĕ, тет те, вите алăкне çĕмĕрсе тухрĕ, тет те, часрах чупса, Иван патне чупса çитрĕ, тет. Н. Карм. † Çӳлĕ кăна тусем, ай, çийĕнче тапса çиет касак (исконно-чувашск. хусах), ай, лашисем. || Отдавать (о ружье). СТИК. Пăшална пере пĕлмесĕр, янаххăна çĕмĕрттерĕн! Ăна иккен хул çумне терĕнтерсе пемелле, эпĕ хулран аякка алă вĕççĕн тытса тăрап, Персе ярсан, çав тапрĕ те, чут кайса ӳкеттĕм. || Бить (о ловчей птице). Елбулак. † Тапрĕ-карĕ шурă аккăш чĕппине. Синерь. Ăмăрт-кайăк анса тапрĕ те, чул саланса кайрĕ, тет. КС. Хĕрен (ястреб) чăхха тапса вĕлернĕ (зашиб). || Бить (шерсть). ЧП. Çăм тапакан мăкшăсем. || Биться (о сердце, пульсе). N. Унăн чĕри пĕртте тапмасть, вăл ĕлĕкхи суранĕсем ыратнине туймасть. Пшкрт. Манăн чĕре хыттăн тапат (таβат). N. Тымар тапать (бьет). N. Чĕре тапать. Т. IV. Алă тымарĕ тапма чарăнсан, çын вара вилет, тĕççĕ. || Падать (о подставке скрипки). Нюш-к. Купăс кĕсри тапать. Подставка у скрипки (если ее косо подставить) падает. То же выражение и в Сред. Юм. || Удариться (т. е. направиться куда). Кан. Хламăв та, кайăкла, сивĕрен ăш енелле тапать. Сред. Юм. Тăвалла тапаççĕ = тăвалла каяççĕ. Ib. Паян тура (на горе) вăйă тохнă тем, ачапчасĕм пĕтĕмпе тăвалла тапрĕç. Ib. Паян ачапчасĕм порте анаталла тапаççĕ (= анаталла каяççĕ). N. Эпир, уна курсан, килелле тапса анчах сикрĕмĕр (ударились бежать). Янгильд. Манăн йолташ Артеми, пăрçана, хăмăлĕпе татса, ачасам сасă илтĕннĕ енелле тапса сикрĕ. Янгльд. Эпир пăртак анчах çитменччĕ, мулкачă çури тапса, сиксе тухса карĕ (выскочил резким прыжком и побежал). Собр. † Ямшăк лаши янт лаша. Ларса тухам, терĕм те, тапрăç-сикрĕç (бросились), мĕн тăвас! || Отгонять. КС. Кайăксам хурчкана тапаççĕ (гонят). Ib. Шăнкăрч йăви патне кушак пырсан, вăл кушака тапать (гонит криком и норовит ударить ее). КС. Крик мĕлле кайăк та, хурчка чĕпписем патне çывхарсан, тапать (отгоняет, старается отогнать). || Щелкать пальцем. Изамб. Т. Çанкаран тапмалла выляр! Давай играть в щелчки. Ib. Хурипе хурине, шуррипе шуррине тапаççĕ (в игре). Ib. Кам кама миçе шакă ытлашши парать, ул уна çанкаран çавăн чухлĕ тапат. || Производить давление, толкать. Эпир çур. çĕршыв З4. Пăспа тапса машшин чавсисем пăрахут урапине çавăраççĕ. Кан. Итталире тинĕс хĕрринче ларакан хими савăчĕн труписем тапса çурăлса кайнă. || Набивать. Янш.-Норв. Таврашне (приданное имущество девушки) тата икĕ çӳпçе тапса (битком) тултарнă (наполнены. В др. гов. посса). || Отбивать такт (во время игры на музыке). АПП. Вăрăм чăрăш тăрринче тапса калать хут-купăс. Аскульск. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах; эпир тепĕре киличчен, çĕн(ĕ) урата хурайĕç. N. Тапса пырать. || Плясать с притоптыванием. Алших. † Тумĕç, терĕç, хĕр сăри, турăмăр та тапрăмăр. || Ударять. Ст. Шаймурз. Ача çĕнĕ çыннăн сăмсине пырса тапат та, çĕнĕ çыннăн сăмси шыçса кайса кăкăрне çитет. || Кидаться (в нос). N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || То же о газе в шипучих напитках. Альш. Памарски квас ĕçрĕмĕр те, сăмсаран тапат. || Хлынуть, хлестать. Ёрдово. Çырма-çĕрмесенчен шыв тапса анать. Яноре. Килнĕ чухне пăр çинче туçса ӳкрĕ те, сăмсинчен юн тапма пуçларĕ. N. Йон тапать. О сохр. здор. Ăшран юн тапать. N. Паян питĕ вăйла шу тапса анчĕ. N. Йĕркесĕрсенĕн пурлăхĕ пĕр тапхăра тапса анна шыв пек пĕтсе ларать. КС. Сăмсаран юн тапать (хлыщет кровь). Тюрл. Сăмсаран юн тапнипе аптрать. Страдает кровотечением из носа. N. Хăвăн халăхна инкек-синкексенчен, хирĕç тапса килекен хумсенчен хăтар. || Разливаться, выбивать. ТММ. Çырма тапат, река разливается, выбивает. N. Вунă кун вăрçсан, шыв тапса тухрĕ. Альш. Шуртан, лачакаран тапса, яла пĕтĕмпе шыв кĕрет. Ст. Чек. Тан тапат (пăр çине шыв тапса тухат, вара хутлă-хутлă пар шăнат). N. (Шыв) пӳлĕнсе (вар. тапса) хӳме пек пулса тăнă. || В перен. см. о толпе. N. Нумай халăх пĕрле тапса килчĕ, тетĕн.

тапăç

пинаться, лягаться. Средн. Алг. Икĕ çӳрен, пĕр кĕрен, тапăçаççĕ витерен тухасшăн. Слеп. Утсам кочĕсене çавăраççĕ те, тапăçаççĕ. КС. Лашасам тапăçаççĕ. || Спорить, тягаться. N. Эсĕ манпа тапăçса пултараяс çук. Хастарлăх 25. Пурĕ те пĕр пулатпăр вăрçма-тапăçма. N. Манăн кунта хуласенĕн çарĕ, вăйсене танлаштарса (вар. тапăçса) пăхăпăр. КС. Манпа тапăçса пултарăн-и вара? || Маяться. КС. Паян питĕ хытă тапăçрĕ вăл (= тертленчĕ, помаялся) вăл (этой) муклашкапа.

тапкалан

дрягаться, брыкаться. Сĕт-к. Алли-орипах тапкаланать. Изамб. Т. Выльăха çыхса пăрахсан, тапкаланат. ЧС. Эпир унталла-кунталла пăхрăмăр та, кӳршĕсен лаши пиртен инçех те мар, çул çинче турта хушшинче тапкалаиса вырта парать (дрягается). Орау. Лашана пăвансем аптăратрĕç: хӳрипе çапкаланса, тапкаланса анчах пычĕ. ГТТ. Алли-урипе тапкаланать. Сорм-Вар. Упа Ахматяка йăтса тапкаланса пырать, тет. || Биться, пытаться. Стюх. † Анкарти тулĕнче пĕр мулкачĕ, тапкаланат анкартне кĕресшĕн.

тапăлтат

(-дат), топтаться. М.-Чолл. Сасартăк темскер тапăлтатса пырать, çавăрнса пăхрĕ те, — кăвак кашкăр. || Барахтаться, дрягаться. Тюрл. КС. Пĕр сурăха те чĕмере ернĕ: тапăлтатса выртать (дрягается). Скотолеч 7. Чĕмерепе сула пулсан, лаша урисемпе тапăлтатать. Кан. Пĕчĕк ача пек тапăлтатса çухратăп. Сорм-Вар. Упа карчăкки ларчĕ (на лопату), тет те, Ахматяк карчăка çавăрчĕ-чикрĕ, тет, кăмакана. Карчăк тапăлтаттăр, тапăлтаттăр, тет те, вилсе карĕ, тет. || Болтать, бредить. Çĕнтерчĕ 22. Тухса каясшăн мар тапăлтатса. Кан. Виç талăк тапăлтатрăм.

тапкăрăн-тапкăрăн

временами, время от времени, Слеп. Тапкăрăн-тапкăрăн вар ыратать.

тар

(тар), fugere, бежать. Н. Шинкусы. Ачи çăкăра илчĕ те, тара пачĕ. N. Школа çитсен, эпĕ кĕртĕм те, алăк патне тартăм (убежал к двери). Сред. Юм. Çавăн сăмаххипе тартăр (убегли), кона пĕлнĕ полсан эп вырнтан та тапранмастăмччĕ. Ib. Ôн çине пăхсан, хăраса тармалла (т. е. убежишь со страха. Пит илемсĕр çынна çапла калаççĕ, т. е. так говорят про безрбразного человека). Ала 6°. Тарса, тарса пырать те, тарсан-тарсан, çитрĕ, тет, пĕр тимĕрç лаççи патне (добежал до какой-то кузницы). N. Çул çинче пĕр çын килнине куртăм та, вăрмана тарса кĕрсе карăм. Якейк. Тарăçин (тарĕçин) тарĕç. Если хотят, пусть убегают. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ хăранипе киле тара пуçларăм (побежал), вăл хыççăн хăвалать (гонится за мной). БАБ. Эпĕ вăл ачасем тарăхĕнчен (с досады на ребят) ĕнтĕ таçта тарасса çитнĕ (готова убежать невесть куда). N. Таракан ĕнене (корову, которая убегает из стада) уртмах çакса яраççĕ. N. Çул çинчисем киле тара-тара кĕрсе курчĕç. Те, которые были в пути, забегали украдкой к себе домой, повидаться. N. Тарса тухрăмăр, мы бежали (из этого места). || Об озерах, которые, по поверью, могут переходить на другое место. Сорм-Вар. Ĕлĕк онта (на месте болота Тĕрне шор, около дер. Сорм-Вар, Алик. р.) кӳлĕ полнă, тит; халь вăл хамăртан вонă çохрăма тарнă. Çак япала тарнă чох, пĕтĕм ойсене полăсем тăкăнса йолнă, тит. || О воде. Кан. Шыв аяла тарнă (ушла глубоко вниз).

тарăн

(тары̆н), глубокий. N. Çакăнта (тут) шу тарăн-и? N. Кăть ишетпĕр (плывем) те, чарăнатпăр; тăрса пăхатпăр та: тăрмала мар — тарăн (встать на дно нельзя: глубоко). Ст. Шаймурз. Хура сăхман кăсйи тарăн мар; тарăн пулмасан та, мăйăр тĕшĕ (ядра орехов). Сред. Юм. Тарăнтан сохалать. Пашет глубоко. Собр. Çын умне тарăн ан алт, теççĕ. (Послов.). Вишн. 72. Тарăн алтсан, эпир шыв çулĕ патне çитетпĕр. Пазух. Çуртисемех çунать, тарăн юхать, хĕрлĕ тиллĕн куçне те курăнмасть. || В перен. см. N. Эй витĕр пăхса курăнми тарăн тĕп, савăн! || Глубина. Альш. Шăтăкĕ (нора) вĕсен (сăвăрсен) питĕ тарăна каят. Ib. Тарăна янă. Пустил глубоко. Виçĕ пус. 33. Вĕсем тымарĕсене çĕре тарăна ярса унтан ытти тырăсенчен ытларах çимĕç сăхаççĕ. || Высокий, густой (трава). С. Тим. † Тарăн курăк çинче (вар. айĕнче) çĕр-çырли, хăçан тухайĕ-ши çиеле? Микушк. † Путене кайăк-мăнтăр кайăк, тарăн курăк тĕпĕнче.

Тарăн-çырма

назв. оврага. Янш.-Норв. Тарăн-çырма — вар ячĕ, вăл питĕ тарăн, шывсăр çырма, || Назв. речки Капорла, Шемурш. р.

Тарлав-вар

назв. оврага. N. Пăлхарлăхран пит сĕре инçе мар — Тарлав-вар — пысăк вар, унта вăрман.

тасал

(-л), очищаться. Альших. † Мунча кĕтĕм, тасалтăм. || Исцеляться (от болезни), избавляться. Панклеи. Патша хĕрĕ çавăнтах пит тасалса карĕ, тет. N. Чиртен тасалнă. || Проходить (о болезни). N. Кĕçĕ çапах тасалмаç. || Очищаться (о желудке). Пазух. Т. Çапла тусан унăн (у нее) вар-хырăмĕ тасалса тухать (purgatur alvus). || Совершать суеверные обряды очищения. Ст. Чек. Кĕркуннесерен турăсенчен тасалаççĕ; вара тин чиркĕве кĕлле кайма юрат. Килĕшне тасатнă, ноябрь уйăхăнче юпа уйăх хыççăн, кĕлле кашни чиркĕве кайнă. Турă патне кайманни киремет патне кайнă турра кĕл-тума. || Перестать (родить). Орау. Йăван арăмĕ ачаран тасалнă (перестала родить). || Оправдаться. Орау. Вăл хай лаша вăрланă ĕçрен (в краже лошади) тасалчĕ-и-ха? — Тасалчĕ. || Убираться, уходить, провалиться (о надоедливом посетителе). Орау. Хăнасем аран-аран тасалчĕç. Гости еле-еле убрались. Ib. Аран-аран тасалчĕ (хăямат, пĕтĕмпех йăлăхтарчĕ, кунĕпе лăкăртатса ларчĕ). Изамб. Т. Кунтан тасал или кай. Убирайся отсюда! N. Тасални аван. Хорошо, что убрался! (Усăсăр, юратман çын кайсан калаççĕ). Сред. Юм. Тасалччăр! (пусть уберутся). В др. говорах вм. этого употр.: таси паха! См. Магн. М. 131. Çутт. 45. Сан ачусене нихăçан та, ку вырăнтан тасалса кайнине кураймăп, тесе мăкăртатнă вĕрене (клён). || Приняться хорошо рости (о здоровом росте). Кĕвĕсем. Йăвăçсем карĕç тасалса. || Исчезать. Альш. Вара (после этого) хирте вăл курăк тасалат (исчезает).

тат

(тат), рвать, срывать, отрывать. Шурăм-п. Мăйăр хăмла пек пулать, эрнере татса пĕтет (в неделю срывается). Кильд. † Çаврăнайса-çаврăнса ут çулнă чух, татса-татса пĕрлĕхен хыпмарăм (здесь „Татса-татса“ — сорвав много раз). Трень-к. Манран ку улма-йывăçĕсене (кам) ватса, олмисене татса карĕ? тесе ыйтрĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕчĕк Иванкка пахчаран тăхăр хăяр татса кĕрсе, йăмăкне 4 хăяр, пиччĕшне З хăяр панă. Орау. Мăк пилеч (билеты на право собирания мха) илнĕ çĕртре паян халăх пĕр-пĕрне хĕснипе (в давке) пĕрин уринчи çăпатине татса юлнă (сорвали с ноги). Пир. Ял. Упăшки вăхăтра сиссе татса антарнипе вилмелле пулман. || Разорвать. Сорм-Вар. Унччен те пулмарĕ, карчăк: урлă татса хыпам-ши, тăрăх татса хыпам-ши, тесе калама тапратрĕ, тет (т. е. разорвать ли тебя вдоль или поперек?). Б. Яныши. Хорĕ (гусь): пре татам та, пре хыпам, тет. Чураль-к. Кам-та-кам шарлать, çавна чĕпĕтсе татсах илмелле. В. Олг. Торă татса кайманскер! (Сильная брань). || Порвать. Янтик. † Туртсан тимĕр татас пек. || Перервать. N. Тупă пулькки тивсе, кĕлеткин(е) варăнчен татса пăрахрĕ. Шурăм-п. Юрлакан, ĕретри çынсен аллине татса каяс тесе, вирлĕн (стремительно) чупса пырать. || N. Татса яр, ссадить (напр., кожу). || Разрушать запруду, прорвать. N. Усалсем (черти) арман пĕвине татса яраççĕ. М. Яуши. Эпĕ пĕр армана татса ярса тăратăп, тем чул пĕвелеççĕ те, чараймаççĕ. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. || В пассивном значении. Якейк. Армансам татса кайнă. Ib. Выл çинче паян пĕр арман та йолман, тит, порте татса кайнă, тит. Коракыш. Вăл каланă тăрăх утмăл лав йĕплĕ-хулă хатĕрлесе пĕвине пĕвеленĕ те, пĕви татса кайман. || Разбередить, сорвать (напр., болячку). Сборн. по мед. Хăш чухне тата кĕсенĕсене ача хăй чавса татнăран та пулать (это происходит). || Пилить, рубить. Регули 197. Вотă татнипе выртать. Дрова лежат нарубленными. Ib. 1. Вăл вотă татма каять. Мусур. † Пирĕн йысна пуласси — авăн вутти муклашки, урайне хурса татас пек. Кан. Татман юман хăмасем. || Нарезать (салму). Ядр. † Сала-кайăк тăриччен салма татса ярсассăн, пирн варлине эс юрăн. || Рвать (шерсть). N. Кунне пĕр тенкĕ паратьчĕç мана, эпĕ çăм татнă çĕрте ĕçлеттĕм. || Ощипывать. С. Алг. Кăçалхи çул ăна (кăрккана) çапнă-антарнă, тытнă-пуснă, туртнă-татнă, каснă-вакланă, пиçнĕ-хуçнă, лармалла та çимелле иккен. (Такмак). || Дергать (конопли), драть (лен). Якейк. Кантăр татмалла полать те ĕнтĕ. Ib. Кантăр татса пĕтертĕмĕр. Изамб. Т. Йĕтĕне татсан, çапса вăррине илеççĕ. N. Кантăрсам та татрăмăр, пăрçасам та çултăмăр. Сред. Юм. Кантăр татас. (Кĕркунне ана çинчен çăлассине калаççĕ). || Прерывать (сон). Орау. Ăйăх: татсан — татăлап, чăссан — чăсăлап, тесе калать, тит. Сон говорит: „Если меня перервут, я перервусь, а если растянут — растянусь“. Сред. Юм. Ыйăх татсах (лишая себя сна) ôнта кирлĕ мар япалашĕнех çӳремесен те йорĕччĕ. || Пересекать. Эпир çур. çĕршыв 15. Урамне (улицу) икĕ çĕрте урлă урамсем (переулки) татса каçаççĕ. || Переграждать. N. Манăн тĕрĕс мар çула тат. || Переходить, перебегать (дорогу). Шурăм-п. Кушак çул татсан, телей пулмасть. || Отводить, отрезать (землю). Альш. Вăл çаранне (луга) ăна вĕсем чăн лайăх тĕле суйласа татса параççĕ (в самом хорошем месте). N. Землемер (мишавай, мешевей) мĕнле татса пачĕ: пурне пĕрле-и? || Подводить, подрезывать; подкузьмить. N. Халĕ тата çак икĕ çул хушши тырă пулманни ытла та татрĕ (здорово подрезало, подвело). || Срезывать, подрезывать. Изамб. Т. Кĕпе пĕвĕ пĕтсен, пусма (ситец) татса пĕреççĕ (сборками). Ib. Ул татса пĕрнин аял хĕррине тата пусма татса пĕреççĕ (оборки). Ib. Кĕпи аркине (у чувашек) икĕ тĕлтен татса сыпаççĕ. || Покидать (надежду). N. Йывăр пирĕн иксĕмĕрĕн хуйхăмăр, юлташăм, тенĕ, çапах эсĕ ĕмĕте татса ан хуйхăр. || Разбивать (надежды). Фин. Çавăнтах: тырă пулĕ-ха ĕнтĕ, тесе, тăнă çĕртрех тăм ӳкет те, санăн пĕтĕм ĕмĕтне та(та)ть пăрахать. N. Ан кул, пит чĕрене татать. N. Ашшĕ-амăшĕ, унăн кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куç-çулĕпе йĕре-йĕрех хăйсен пĕртен пĕр ывăлне пилленĕ. Конст. чăв. Ку сăмахсене вĕсем мана хăратса анчах каланине эпĕ пĕлтĕм те, анчах хирĕçес мар тесе, шухăшланă шухăшăма çав тĕрлĕ татрĕç пулин те, эпĕ вăсене пĕр самах та хирĕç тавăрса каламарăм. || В дееприч. форме на „са“, „се“ иногда передается наречием: вдоволь, в изобилии. Кратк. расск. 16. Акă ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче çичĕ çул тырă-пулă пит татса пулĕ (уродится в изобилии). Капк. Тырри те татсах пулмарĕ те, пĕрлешесси çинчен шарламаççĕ-ха. СПВВ. НВ. Тырă-пулă пит татса пулать (родится отлично). Аттик. Эй, Ел-кӳлли! Çĕртен те, çӳлтен те татса пар; тырă пулмасăр хăварса выçă ан вĕлерсем. (Моленье). Турх. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне вĕсене татса парĕ-ши (совершенно полно, вдоволь). || Выплатить. Бес. на м. г. Ак сирĕн хошшăрта куланай татни те нумай мар, пурăнăç та çителĕхлĕ мар. || Отбыть обязательный срок. N. Эсĕ çӳресе татман. Ты не отслужил (не отбыл) своего срока (в пастухах). || Лишать. Магн. М. 115. Тырăран татăк ан тăрат, пураран ан тат. (Моленье). ЧС. Эй, ĕнем, ĕнемI Халиччен сĕтрен-çуран татманччĕ, çуллен пăрулаттăнччĕ. Ал. цв. 10. Эсĕ мана мĕн пур телейĕмрен татрăн ĕнтĕ! || Отказывать себе, лишать себя. N. Эсĕ у (= вăл) укçана хăвăнтан татса янă пуль (отказывая себе в самом нужном). Сред. Юм. Хамран татса патăм. И себе нужно было, но я ему дал. N. Хăна ху пиртен пулас ырăлăхран ан тат (сам себя). || Решать (дело). Янш.-Норв. Пĕр çураçса ĕç татсан, вĕсем туй тума анчах хатĕрленсе тăраççĕ. Н. Сунар. Эсĕ пирĕн ĕçе татса пар ĕнтĕ. Ты уж рассуди нас (т. е. рассуди наши дела). N. Ман ĕçе татса парсам. N. Сире вăтантарса калатăп, сирĕн хушшăрта тăванпа тăван хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă çын пĕрре те çук-и мĕн? Истор. Вечера (на вечере) ĕçе вăрçмасăр, çапăçмасăр сайра (редко) татнă (надо: ĕçе вăрçмасăр... татни сайра пулнă?). Ib. Çапăçса хăшĕ çиеле тухнă, ĕçе те çавăн майлă татнă вара (решали в его пользу). Т. IV, 64. Çав ĕçе татсан, кам юрлас килекенĕн, пурте юрлаççĕ. N. Ĕçе туса тат. Синьял. Тăваттăн сута тăраççĕ, пĕччен сут татать. (Алăк уçса тухни). N. Кам мĕн чухлĕ илсе пырассине татса хуман. N. Кĕске татса калакан сăмах, поговорка. || Окончить, завершить. Кан. Службă татса киле кайма хатĕрленекен хĕрлĕ салтак. || Мстить. Полтава 68. Виççĕмĕш мул — Мазепа хирĕç татса парасси („месть“). || Удерживать. N. Кантор окçине татса йолмарĕç. || Придавать определенность, точность, систематичность. Юрк. Чăнласах та пирĕн чăвашран нумăйĕшĕ çак сăмаха татса калаймасăр „псав“ (вм. тат. бы̆зау) анчах теççĕ. ГТТ. Пурне те (обо всем) татса, уйăрса çырмалла (определенно, систематично). N. Час-часах пур япала çинчен татса çырса пулмасть. Сред. Юм. Тем йăмахласа ларчĕ, пĕрте татса каламарĕ. Не знаю, что говорил, не высказал всего ясно. N. Тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕр, татса каламалла мар. Нельзя сказать определенно, не разузнав основательно. N. Татса калани, решительный сказ. || Обрывать (чью-либо речь). Ал. цв. 14. Аслă хĕрĕ ашшĕ сăмахне татсах калать: хăш хĕрӳ валли эсĕ хĕрлĕ чечек илсе килтĕн, çав хĕрӳ хăтартăр сана, тет. N. † Хапха умĕнчи вĕлтĕрене çапĕçĕ те татĕçĕ; ютсем йышлăн, эпĕ пĕччен, калĕçĕ те татĕçĕ. Орау. Çынна пĕр-ик сăмах пат каласа татать. Он обрывает человека сразу, одним или двумя словами. N. Амăшĕ вĕрентем пек тăвать: анчах ачисем ăна: эсĕ ху та нимĕн те пĕлместĕн, тесе, каласа татса хураççĕ. N. Çын сăмахне татса илсе ан калаç. || Сказать резко. N. † Пуян çыннăн ывăлĕ тесе сасартăк каласа ан татăр. Н. Лебеж. † Эсир татса каласан, эпир те татса калăпăр. Кĕвĕсем. Леш кассенĕн хĕрсене каласси пур пĕр сăмах; калăпăр та татăпăр: чĕрисене çурăпăр. Богдашк. † Çав Анаткас хĕрĕсене каласси пур пĕр сăмах, калăпăр та татăпăр, чĕрисене çурăпăр. N. || Выражает усиление. Турх. Авăна татса çапат (здорово, не кое-как). N. Сăмаха татса калаçни (бойко?).

татăк

(тады̆к), отрезок, обрез, обрывок, обломок. Тогаево. Онтан вара ашшĕпе амăшĕ пĕр патак татки (= татăкĕ) илеççĕ те, шăпа яраççĕ. Эльбарус. Кашни пĕрер е икшер патак таткисем çĕклесе, пĕрле пыçтарăнса, вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр. N. Çулла тулнă шăнасем çавăнтах тăни тепĕре, хăюне пир татăкĕпе туса яни виççĕ. Тогаево. Иван каллах хăвăртрах сиксе тохрĕ, тет те, каска таткисене (обрубки дерева) пыçтарса (= пуçтарса) тохса пăрахрĕ, тет. Дик. леб. 40. Татăк-татăк пĕлĕтсем пĕр çĕре пухăнаççĕ. || Кусок. Сĕт-к. Çăккăр татăкне çĕре ан прахăр, ачасам! Синьял. † Йăпăр-йăпăр пасара, кулачă татки (= татăкĕ) çимешкĕн. || Обломок, осколок. N. Кайсан-кайсан, Иван чол татки илчĕ, тет. НИП. Татăк-татăк юхать (пăр, после полного ледохода). || Клочок (земли). N. Дворовый (улпутăн хăй патĕнче тăракан) хресченсене ирĕке кăларнă чух пĕр татăк çĕрсĕрех кăларса янă. N. Персияпа Турция (= Перçипе Турци) патшалăхĕ хăйсен патшалăхĕсем хушшинче выртакан татăк çĕршĕн пит хытă тавлашаççĕ. || Часть. Чаду-к. Вара çĕлен патши темиçе татăк пулнă. || Статья. Бес. чув. Вĕрентекен ăна пĕр хаçет парса янă. Унта пĕр тĕрĕк (турккă) патшалăхĕ пурăнăçĕ çинчен çырса хунă татăк пулнă. Вăл татăкра турккă хĕрарăмĕсем арçынсенчен хĕн курса пурăнни çинчен, халăх сахалланса пыни çинчен çырни пулнă. || Отрезок времени. Якейк. Тепĕр татăкра (в другое время) пӳклесе парăп-ха, пĕр татăкра (в непродолжительное время) халь виç йĕм ĕçлерĕм. || Употребляется для выражения уменьшительности. N. Ниăçта та пĕр курăк татăкĕ те çук (нет ни травки), йĕри-тавăра пĕр хăйăр (песок) анчах. Собр. Кил енче тип татăк, Вутлан енче вут татăкĕ. (Чĕлĕм туртни). ЧС. Çӳлте пĕр пĕлĕт татки те çук, хĕвел шăратса пăхать. || Небольшая часть поля (2—З хăлаç). К.-Кушки. || Обрубленный, обрезанный. Ишек. Халĕ те татăк хӳрепе (с куцым хвостом) çӳрет, тет. N. Татăк хăлхапа çӳретчĕ. Синьял. Шур татăк кут, татăк кут, хуса-хуса пытăм та, хурама кутне анах карĕ. Альш. Татăк кут Татяна (насмешка над именем). N. † Татăк кутлă (вар. котлă) тимĕрçсем сиксе тимĕр çапаççĕ. Ала 4°. Эпĕ куртăм çавăнта пĕр хăрăк татăк çăкана. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе, карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. О заступл. Татăк алăллă хĕре курсан, тарçисем те пит тĕлĕннĕ. ТХКА 40. Пĕр сыснин хăлхи татăк. Ала 4. Усал патши ăна пĕр лаша пачĕ, тет, тата тепĕр татăк хĕç пачĕ, тет. N. Татăк винтовккă, обрез. || Распруженный (о запруде). Н. Мазик. Çитсен, унтан ыйтнă: чăнахах санăн арман пĕви татăк? || Лишенный. КС. Аш-пăшран, сĕт-турăхран татăк тăмастпăр. N. Вĕсем никçан та чытнайран татăк полмаççĕ. Юрк. † Вуникĕ ĕне усрăттăм, ĕне сума тухăттăм, сĕтрен татăк пулмăттăм. || Перерыв. Алик. Туя пынă лашасем умĕнче сĕлĕ татăк ан тăтăр (т. е. чтобы без перерыва лошади ели овес).

татăк-сыпăксăр

без конца. Ск. и пред. чув. 56. Вар айăккинчен татăк-сыпăксăр аялалла вĕт чул ӳкме тытăнчĕ.

тата

(тада), еще, кроме того. Регули 1527. Манăн конта пилĕк ĕне, вăлсамсăр поçне тата тепре атти панче. Ib. 1473. Эпĕ, атти, Онтри, он пичĕш, тата ман йăмăк пырса (эп пырса, атти пырса). Ib. 1488. Вăл пире ĕçтерчĕ те, çитарчĕ те, тата окçа пачĕ те: çавăншăн она ыр сăмах калас мар-и?. Ib. 1476. Атти ман ватă, тата хоравсахрах. N. Мĕн тата кунта çаплах ларас, терĕ, атьăр çанти вар хушшине, унта çырла нумай. Вишн. 66. Тата пĕчĕкçĕ ачасем, упаленекен е утакан пулсан, кăмака тăмĕ, тата кăмрăк пит çиеççĕ. Ib. 69. Тата хăш-хăш шыва усал пулса ĕçмелле те мар пулать. Ib. 60. Тата çавăн пекех çырмасенче, пĕвесенче пулă ярса ĕрчетес пулать. Ib. 73. Тата хăш-хăш çĕртре хĕрӳ кунсенче яланах вĕт кайăк-кĕшĕк (ӳпре) çӳрет. Çавăн пек çĕрте шыв çулĕ пур тесе, шанса алтма та юрать. К.-Кушки. Тата Вăрнар çук-ши? Нет ли еще (других) Вурнар? (или: м. б. есть еще другие Вурнары). Çутт. 56. Çапла, çаплах çав. Ахалех пуян Ваççана тата мăнтăрлататпăр, терĕç. Орау. Çĕрĕпе тем чул вутă çунтарсан та, кашни каç çавăнтах выртсан та, вутă татах пурччĕ (хватало, не изсякали). || Вдобавок. Орау. Ишекре хваттер лайăхчĕ, шалу сахал пулсан та, кунта тата кăçаллăха хваттер çук. N. Çынна вĕлернĕ те, теççĕ, тата ыйтать: мĕншĕн çыхатăр? тет, теççĕ. Алекс. Невск. Тутарсем çĕмĕрсе тăкни çитмен, татах урăх тăшмансем: шведсем, нимĕчсем, литовцăсем, халăх вăйсăрне кура, вĕсене хирĕç тăра пуçланă. Чхĕйп. Тата тепĕр ик туй арĕм пек пулнă. Ала 98. Илья пролокĕ чӳркӳре йопа çинче çорта лартма ытах кансĕр, çорти ӳкет тата. || Еще (энкл.). Указывает на обстоятельство, которое также надо иметь в виду. П. И. Орл. Тулĕк вăл виçĕ сăмах анчах çырать тата, çырнă чухне нуммайрах çыртăр вара. N. Эс тата ма салтса илтĕн-ке? А ты зачем еще сняла с нее (монисто)? Регули 1502. Парать-и тата? Эпĕр итмесĕрех илĕпĕр. О земл. Малашне мĕнле май пулăшать тата. Регули 1424. Вăл халь те килиман. Вăл тата халь те (халь те тата) килмен. Шурăм-п. Вĕсем, вырăсла сăмах тесе, çак кирлĕ сăмаха халăхран туртса илесшĕн. Ку аванах та мар-çке тата, ку халăх чĕлхине чухăнлатни пулать-çке. || Выраж. противоположение, когда к предшествовавшему присоединяется нечто последующее, его отрицающее. Орау. Эп ку пир-тăлласене çума парас, терĕм те, памарăм тата (а потом не отдал). Ib. Эпĕ ăна питĕ хытă çиленсе çитрĕм те, татах каçартăм. N. Ку килте, лешĕ таçта тата (а тот, не знаю где). || В возражениях. Альш. Карчăкĕ каланă: мĕшĕн çимерĕн тетĕп, тенĕ. Старикĕ каланă: çирĕм вĕт тата! Тет. (Смысл такой: ведь я поел, чего же тебе еще надо?). Баран. 79. Çула пурăнма аван-и тата? терĕм. || При сравнениях усиливает перевес качества, как русск. еще более. ЧП. Син-пылтан тăван тата тутлă (еще слаще). Юрк. Улпут картишĕнчи çынсем тата та питрех (еще более) пăсăлнине (испорчены) курсан, ку, Карачăмĕ, унта слушит тума пăрахса, хăне хулана леçтерет. В. С. Разум. КЧП. Сухан пит йӳçĕ, пăрăç тата йӳçĕрех. Регули 1422. Вăл манран тата номай ăста. N. Манăн тата лайăх кĕнеке пур. У меня есть книга еще лучше. Срв. Манăн тата тепĕр лайăх кĕнеке пур. У меня есть еще хорошая книга. ЧС. Аслати тата хытрах авăта пуçларĕ, пирĕн чӳречесем чĕтресе анчах тăраççĕ. ЧС. Акă эпĕ тата питĕ хăра пуçларăм. Я испугалась пуще прежнего. Ала 31. Эпĕ юмах тата нумай пĕлетĕп (т. е. кроме этих). С. Тим. † Пуçа ухса ташлама кĕмĕл-тенкĕ кирлĕччĕ; халь те кĕмĕл кĕмĕлне, тата кĕмĕл кирлĕччĕ (как будто еще серебрянее; срв. пинтен пин). Кан. Малашне татах та нумайтарах (еще больше) чăваш ĕçхалăхĕ Шупашкар пульнитсине эмелленме килессе шансах тăратпăр. Цив. Ку тата пит вăрăм, кулмаллисем пит нумай. Эта сказка еще далеко не вся (много длиннее того, что я рассказал). Шурăм-п. Ачасем тата нумай юрă юрларĕç. Менча Ч. Ку юмах тата вăрăм та (длиннее, чем здесь приведено), эпĕ ăна пĕтĕмпех йĕркерен пĕлейместĕп. Ала 70. † Çӳлĕ-ах та тӳ çикче виçĕ хурăн, çил силлемесĕрех силленет; çил силлесен, тата, ай, силленет. Дик. леб. 31. Патша арăмĕ, çиленсе, ăна татах курайми пулнă. || Выражает иронию. Орау. Çылăх вĕт! — Çылăх тата! (вот еще! с особ. иронической интонацией). Ib. Юрамĕ тата! Вот еще не годится. || Все-таки, опять-таки. Яргейк. † Макăра-макăра сат хураларăм, тата атине юрама пулмарĕ. ЧС. Акă манан пурак та тулчĕ ĕнтĕ, çырла татах (все еще) нумай. || Опять. N. Халь анчах тохса карĕ, тата килчĕ. N. Карĕ вăл татах хулана (опять ушел). Юрк. Лармастăп, тет ку татах. Он опять-таки говорит: „Я не сяду“. СПВВ. БМ. Тата, тăта, еще, опять. || При уступлениях. КС. Ĕçмесен пыратьчĕ тата, хăй пит ĕçет. Как бы он не пьявствовал, так было бы туда-сюда, а (ведь) он больно льёт. N. Хăш (хăть?) эсĕ вырăнтах пурăнсан тата аптăрамăпăрччĕ. N. Хăвăр укçăра пĕтерсен татаччĕ. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тунă укçана пĕтеретĕр. N. Вăл ахаль иртĕнет пулсан татаччĕ. Орау. Патакки тата, пуши çав, пуши çунтарать. Палка-то еще что, а вот кнут-то, кнут-то больно обижает! (Говорила чувашка о побоях, которые она терпела от мужа). N. Хăй кайни татахчĕ (ладно-бы), ачана вĕлермĕçин юрĕччĕ. || Ну, что же, что... См. Оп. иссл. чув. синт. II. N. Вĕлерсессĕн (лошадь), упăшкине ак çапла элеклесе каланă: санăн аку лашана чиксе вĕлерчĕ. Упăшки уна каланă: вĕлерин, тата мĕн тăвас, тенĕ. || Употр. во многих чувашизмах. Орау. Уярпа (от засухи) пушăт ӳкми пулать (лыки не снимаются) пуль? — Вăл тата мĕлле май апла халь (это еще что, а вот...), ак çĕртме анисем хытса каяççĕ-ха! Красная Горка. Автанĕ тата (а тут еще петух) кĕлет çине хăпарса кайнă та, тек-текех кăшкăрса, улпут пек тăрать. КАЯ. Анне алăк тăрса уçсан, хай килемей: фу! эпĕ килсенех усал сывлăш тухса тарчĕ, терĕ. Эпир аккапа: халĕ пирĕн патра усал (нечистый) çук, тесе, хĕпĕртенĕ-кайнă тата. Чертаг. Сыв пул (Прощай)! — Сыв пул тата! (ответ). К.-Кушки. † Эс савнине эп савсассăн, тата савма юраттăр (т. е. тогда для тебя возлюбленная будет еще дороже, ценнее). N. Эпĕ килте полсан татаччĕ.

таха

(таhа, почти энкл. из та+ха), вот, но..., вот, да... (указывает на то, что известное положение или заявление ограничивается чем-то последующим, хотя и не всегда упомянутым. В некоторых говорах это выражение ставится как после твердых, так и после мягких слов; в других же после мягких употребляется только те-ха, а посде твердых та-ха, и тогда следует писать оба эти слова через соединительный знак. ЧС). Сан пек усалла часах пусса ӳкерекенччĕ-таха. Сорм-Вар. Ачасене илсе килтĕм-таха, пыл çияççĕ лаçра (т. е. но их нет тут, они в лачуге). ЧС. Вăл вилсен пире ирĕк юлĕччĕ таха... (т. е. он еще жив). N. Мĕн тăватăн эсĕ унпа? Вăл амăшĕсене курма кайрĕ.— Эпĕ унăн шăлнĕ пулатăп та-ха, вăл киле çитеймарĕ, çул çинче вилнĕ пулмалла. Тораево. Улпут та тухать, тет, çак Иван патне, калать, тет: Иван, мĕшĕн эсĕ пĕрре те ман пата килместĕн, тесе калать, тет.— Иван: пырас-таха, тесе калать, тет. СТИК. Лаша илсе ятăм-таха, питĕ шух-няк! Ib. Пасара карăм та-ха. Пĕрене тавраш пулĕ, терĕм, нимĕн те çук. („Слегка говорит, так себе, монотонно“). Ib. Авăн çапмалла та-ха çав, хулана питĕ кайса килмеллеччĕ, укçа çук (нужно было сьездить в город, но некогда — надо молотить). Ib. Çавăнпа каймалла та-ха вара, пĕтĕм ĕçе пăрах та кай (брось все дела и иди. Говорит человек другому, который хочет уйти куда-то с работы).

тек

(тэк, т’эк’), все, то-и-дело, assidue. НАК. Хăй тата ниçта каймасăр кулĕ тавра (кругом по озеру) калла-малла тек ишкелесе çӳрет (утка). Перев. Хамăр нимĕн çинчен те шухăшламастăпăр, текех тататпăр (знай себе рвем ягоды). Н. Лебеж. † Выляма тесе, тухрăм урама, тек пăхаççĕ манăн сăн çине (на мое лицо). Сред. Юм. Тек хăраса çӳре онта (все бойся там), арран ирĕке тôхрăмăр. N. Вĕсемпе тек килĕштермесĕр пурăнатпăр (все ссоримся). Изамб. Т. Çапла тек (всё) лашасене çавăрса аштараççĕ. Юрк. Пĕри хăй амăшне, ватă çынна, хире пăрçа вырма илсе каят. Амăшĕ, вырнă чухне пĕр пăрçине, çиме тесе, çăварне хыпсан, шăлсем çук пирки çиеймесĕр, тек çăварĕнче чăмласа тăрат (горох остается у нее во рту не разжеванным). М. Васильев № З, 51. Шор лашапа эпĕ тек (мĕн тăвас тен выльăха?) пĕлĕт çине олăхап пек. Янтик. Пĕрре çаптарас пулать сана кутран, вара тек вырăн çине шăма пăрахатăн эс (перестанешь постоянно мочиться в постели). || Гиперболически. СТИК. Мĕн тек пĕтĕм ачу-пăчупа йăхланса çӳрен? (Говорят про женщину, идущую куда-нибудь со всем семейством, с ребятишками). Ib. Лапăртатса ан тăр тек! Не болтай. Ib. Çывăрса ан вырт ĕнтĕ тек, тăрас пулат! || Плеонастически. Орау. Вăл (она) хăш чухне, хутса ярсан, хупма (скутать печь) тек килекенччĕ. || Всё (в смысле „всюду“). N. Манчжуриара (= Манжурире) тикĕс вырăн пит сахал, тек тусем. || Больше, amplius, ultra. N. Тек ан таврăн! Тек ан таврăн (больше не возвращайся)! тесе, хĕнерĕ, тет те... N. Çăварна тек ан кар. Истор. Новогород çавăнтан кайран тек ирĕке тухайман вара. Альш. Амăшĕ калат, тет; тек çăкăр çук ĕнтĕ (больше хлеба нет), тесе калат, тет. N. Текех тăвассăм çук ун пек (больше не буду делать). N. Иляна вăл текех курайми пулнă (с этого времени возненавидела). Ала 17°. Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăрта вуникĕ çул пурăнтăм, текех (больше) кунта пурăнма юрамасть, каяс пулать. N. Текех ун çине те шанми пултăм. Я больше на него не надеюсь). Ала. Тек ан калаç, эпĕ хăратăп. Дальше (больше) не рассказывай, я боюсь. Торп-к. † Эпĕ сире текех кисе курас çук (больше не приеду к вам повидаться), сыв полăр та, пор полăр! Яргуньк. Сутнă чух ман пуçăмри йĕвене ан пар; парсан, мана текех кураймăн (больше не увидишь), терĕ, тет. Ой-к. Текех пыман вара. Больше не приходил. N. Килтен хут (письмо) илмесĕр текех хут ямастăп. Лашм. † Пирĕн çак тăвансем тек килес çук (больше не придут); килсессĕн, пăха пĕлес çук (мы не сумеем принять с должным почетом). N. Тек (больше) ним те çырма пĕлместĕп (в письме). СВТ. Нумайĕшĕ: çын шатра чирĕпе пĕрре чирлесессĕн, нихăçан та текех шатра тухмасть, теççĕ. Сĕт-к. Салтака тохса кайнă чоне: сыв полăр та, пор полăр, текех килсе кормăпăр, тесе, макăрса йорлаççĕ. N. Ăна текех хистемен вара. Его больше уж не принуждали. Регули 1301. Тек ан кил. Больше не приходи. Постоянно не приходи. N. Пĕр каланă пулсан та, анчах тек ан калатăр. Если сказал, то пусть не повторит того. || Опять. N. Этем пĕрре вилсен, тек пурăнасси пур-и? Янтик. Халь ĕнтĕ пĕрене хатĕрлесе çитертĕм, тек кайса шырас хуйхи çук. || Еще. N. Ман пек хĕн ĕçсене, ырă ĕçсене пит тĕплĕ туса пурăнакан çын çĕр çинче тек пур-ши вара. || В состоянии бездеятельности. Встреч. в след. обороте. N. Тек тăр-ха, ан вĕлер! Стой, не убивай. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрат (ножницы лежат так, т. е. без употребления). Пазух. Юрлаймăттăм — юррăм та, ай, тек тăрать (иначе мои песни останутся так, т. е. без приложения). || Лашм. † Ай хаях та миллай, хамăр савни, эп каймантан тек кĕтсе тăрать пулĕ (вар. эп каяймантан тек кĕтет, т. е. всё ждет меня, чтобы взять замуж?). Кама. Эсĕ те кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе. Сан пирки мана вăрçаççĕ. Ларасчĕ майланса тек кăна. Пĕтĕм ял сан çинчен калаçать.

текерлӳ

(т’эг’эрл’ӳ), то же, что текерлĕк. Сорм-Вар. † Тек-тек килме текерлӳ мар. ЙФН. Тĕвик-тĕвик текерлӳ, санăн йăву хăш тĕлте? Якейк. † Сĕм вăрманта текерлӳ, уя тохман, уй корман. Б. Олг. Текерлӳ çӳренĕ чохне мыракне (хохол) тăратат, вĕçсе кайнă чох выртарат. То же сл. в Питушк. Зап. ВНО. Услан кайăк шыв ĕçет, ик текерлӳ вăй вылять. (Лаша шыв ĕçнĕ чух икĕ хулхи выйлани, т. е. выляни). Яргуньк. Тĕвик-тĕвик текерлӳ, текерлӳвĕн чĕпписем тылла-пуççи хушшинче.

Текмел

назв. божества. Альш. Текмеле, амăшне юсман (вар. текмеле, амăшне шерпет, сыпписене юсман).

тем пек

подобно невесть чему; очень, весьма сильно. Истор. Тем пек хытă вăрçнă. Толст. Патша тем пек çиленсе çитре (страшно рассердился), тет. СТИК. Вăл (она) акăшне тем пек чарчĕ, тет те, çав леш (та) нимне те итлемерĕ, тет. (Она всячески уговаривала сестру не убивать брата...). Изамб. Т. Акă, тем пек ĕçлĕттĕм, анчах вăй çук. Коракыш. Çул çинче санран тем пек итсе пĕлĕç (будут настойчиво расспрашивать). N. Тем пек юрасшăн тăрăшать. Янш.-Норв. Хăйсем кассисем ăна (девку) пурте мухтаççĕ, кил-йышĕсеи те тем пекех юратаççĕ (страшно любят). Н. Шинкусы. Хăйĕн халĕ тем пек пăхас шухăши те пур-тăр (самому, чай, очень хочется погадать). Орау. Эпĕ чăвашла кăшт (или: пĕчĕк) хут татăк çине çырнине те тем пек (вулаттăм). Ib. Пуçăм тем пек ыратрĕ (болела). Ib. Хăне хăй тем пекех хитре тесе шутлать пуль. Небось, считает себя за писанную красавицу. Ib. Чĕмпĕрте эпĕ те тем пекех вĕренесшĕнччĕ, анчах атте вăй çукран ниçта та вĕренме яман. N. Анне мана тем пек тинкерсе пăха пуçларĕ. N. Вăл мана вăрçнă чуне тутаран патакпа çапрĕ те, ман тута тем пек шыçса карĕ [страшно распухла, у меня всеё (т. е. всю) губу разворотило]. Сĕт-к. Хĕвел анасса тем пекех кĕтетĕн вара. Çĕнтерчĕ 14. Çуттине парсан, тем пекех аванччĕ те. N. Эпĕ хам сăна (портрет) тем пекех (с удовольствием) ӳкерсе ярăттăм, ӳкерекенех çок конта. КС. Тем пекчĕ те çав (очень желал-бы, но...). || Невыразимо приятно. Якейк. Çав вар вĕçĕнче сив шу ĕçрĕм те, тем пекех туйăнчĕ (или: полчĕ). Ib. Ăна пыл çини тем пекех туйăннă çав. Шел. 166. Тем пек маттур хĕрсем те (первейшие красавицы) пит юратса çиеççĕ. Цив. Лаши çине утланса ларчĕ, тет, тем пек улпут пулса (как невесть какой барин). Т. VII. Лартсассăн, вăл çын çак ямăшкăпа тем пек калаçа пуçларĕ (пустился в разговоры), тет. || Изумительный, великолепный. Каракыш. Ирччен тем пек хула пулса ларнă (возник).

тем чул

неизвестно сколько. Кан. Тем чул пулать ку, те пĕр четвĕрт пулĕ. Пазух. Шурă, шурă, шур çăка, çăка çулçи çаврака; тем чул çаврака пулсан та, тенкĕ вырăнне çакас çук. Торп-к. † Пĕчченĕн-пĕччекĕн (по одному; вар. пулккăн-пулккăн) хĕр тăрать; тем чул пулккă (вар. пулккăн-пулккăн) тăрсан та (как бы много ни стояло), чун юратни çуна çинче. (Маслян. п.) Сорм-Вар. † Ай, инке Матрен пур, тем чул нумай ларсан та, майра хĕрĕ пулас çук. || Затруднительно сказать, насколько... КС. Тулĕк (только) ку япала тем чул сан кăмăлна килĕ (не знаю, понравится ли она тебе). Торп-к. Амăш калар, тет: тем чул илсе килиян-çке (не знаю, сможешь ли ты принести ее). Илсе килен пулсан, илсе кил. || Едва ли. Якейк. Он патне каясси кайăн та, тем чул килте вăл (едва ли он дома). Ib. Тем чол май килĕ сана араслана корма. Едва ли придется тебе увидеть льва.

тенкĕли

трель (соловья). Шемшер. † Вăрман варĕнчи шăпчăк тенкĕли. Вĕл-вĕл тотăр Матрен пор, симĕс пиççи (вар. пиçхи) Микита.

тыла поç

тыл пуç, тыл пуçĕ, тыл пуççи, кочка в болоте. Юрк. † Çӳçĕ-пуçĕ тыла пуç (опред. предложение), çӳçне-пуçне пуçтараймас, хунчăкăшне юраймас. Собр. Çак çар халăхĕ тыла пуçĕ пулса тăрĕçинччĕ (пусть это войско обратится в кочки), тесе каларĕ, тет. Сорм-Вар. Вара хĕр каларĕ ăна: манăн атте тӳрĕ килнĕ çĕртре тыла пуçи нумай, çавăнпа час килеймес. Ёрдово. † Тыла пуçĕ усалĕ ыр çарана сая ячĕ (произн. саячĕ). Тюрл. Тыла пуçĕ, кочка. Зап. ВНО. Тыла пуççи, кочка на лугу. N. Хитре, çӳлĕ курăксем вырăнне... тыла пуççисем анчах лараççĕ. Сенчук. † Шăпчăк чĕппи ӳстертĕм тыла пуççи хушшинче. N. † Хухă çулçи тӳшек пек, тыла пуççи минтер пек. N. Çаран çинче тыла пуççи айĕнче путене йăви пулнă. || Назв. поля. Ураскилт. Тыла пуççинче выратпăр.

тыткала

учащ. ф. от гл. тыт. Якейк. Торатсенчен тыткаласа (хватаясь за сучья), йăвăç тăрне хăпарса карĕ. Кан. Карта тăрăх тыткаласа килелле уттартăм. Я пошел домой, хватаясь за изгородь. || Держать в руках, брать в руки. Аттик. ЧС. Çак чиртен кайран тетен сулахай алли типе пуçларĕ, пĕр япала та тыткалаймасчĕ ĕнтĕ. || В уничиж. см. кое-какой ловле). В. Олг. Полă паян тыткаларăн-и? Ты сегодня наловил рыбёшки? || Щупать. N. Кĕтернене çул та памаçть, курсанах ăна унтан та кунтан тыткалама тытăнать. || Употреблять (что). ПУ. Вĕреннĕ чухне тыткалакан япаласем. N. Пирĕн пулли-качки... эпĕр час-часах тыткаламастпăр та ăна (не в частом употреблении). N. Тирĕсене (их шкуры) тумтир вырăнне тыткаланă. Çутт. 30. Асту ачусемпе пĕр пит-шăлли ан тыткала, уйрăм шăл. Вино-яд. Ачасем те эрех тыткалама ан вĕренччĕр. || Тратить, расходовать. Аттик. Исе килеç ялтан вăйăç, эрех-сăрана витри-витрипе тыткала пуçлаççĕ. (Пумелке). N. Ытти хăна (тебе самому) юлтăр тыткалама (на расход). N. Хама тыткаламалăх алра укçа пĕр 7 тенкĕ пур. N. Утă-улăмсене перекетлĕрех тыткала. Çутт. 54. Тыткаламалăх укçа пур. Виçĕ пайран пĕр пайне çеç тыткалама шут турăмăр. || Распоряжаться. N. Сан килĕнти тарçă-тĕрçĕне хăй аллипе тыткалать. Истор. Шуйскийсем ун сăмахне итлеме мар; ăна хăйне те ирĕк паман, кăмăлĕсене епле килнĕ, çапла тыткаланă. || Править (лошадьми). НАК. Хĕр ялне пырса кĕнĕ чух, ут тыткалакансенчен пуçне пурте кӳме умне тухса тăраççĕ. Богдашк. † Çил çунатлă ута тыткалама кайăк чĕрелĕ ача кирлĕ ăна. Торп-к. Эсĕ ытла çамрăк, лаша тыткаламалăх çук. || Держать (в строгости или наоборот). N. Намăса пĕлмен ачуна эсĕ хытă хуралла, çемçе тыткаланă тĕле пулса усала ан тытăнтăр вăл. Кан. Пăртак тыткаласчĕ ку Керлие. Букв. 1906. Чим-ха, эпĕ сана, асаннӳне каласа парам, вăл сана лайăх тыткалаканччĕ-ха. Кратк. расск. З0. Вĕрентекен те хытă тыткаланă ăна, ашшĕпе-амăшĕ те ятланă. ЧС. Ваттисем ун пеккине: вилĕн (чит. вилнĕ) çын хăй аллипе тыткалат, теççĕ (т. е. покойники сами хватают тех, кто их оскорбил. Из статьи об утопленниках). || Делать (что). В. Олг. Ĕçленĕ чох часрах, вăр-вар çарăнкалас, тыткалас (делать дело). || Иметь дело (с чем). Юрк. † Ылттăн тăрăлă çуртсем ăшĕнче улпутпала тиек лараççĕ, ялăн шурă хутсем тыткалаççĕ. Собр. Çав укçа кайран урăх çынна тыткалама юрамаçтĕ, тет. ЧП. Ылттăн-кĕмĕл лайăх тыткалама. || Обращаться. Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне шăтăка янă, унта та уна пытаракансам хăраса анчах тыткаланă. В. Олг. Кантăр ытла вăрăм, тыткалама шолтра.

тытма

скоба (скобка) у двери; перила у крыльца. ЩС. N. † Чăпар куккук пулса, тытма çине килсе ларччăр. N. † Пусма çине пусмастпăр, пустав çине пусатпăр; тытма çине тытатпăр, алă тытмине тытатпăр. ЧП. Йысна тытми — шуç тытма. АПП. † Чăпар куккук пулар-и, тытма çине килсе ларар-и? Н. Лебеж. † Пусса кĕрес пусмине пустав сарса кĕтĕмĕр, тытса кĕрес тытмине шăвăç кустарса кĕтĕмĕр (вар. кĕрĕпĕр). Собр. † Хăта тытми-шуç тытма, пĕр тытмасăр ухрăмăр. Никит. Усенчен хире-хирĕç кайра пĕр тытмапа картланă çĕрте сут тунине курма килнĕ çынсем (зрители) лараççĕ. || Ручка. N. † Лутраях та шĕшкĕн аври кĕске, тытаясчĕ халĕ — тытма çук. || Рукоятка у сохи. Етрух. Ака-пуç тытмине тытать. || N. Тытма тăпăлтарса тохнă (палка какая-то). || Изгородь. Изамб. Т. Эсĕ: улма-йывăç лартмалла, тетĕн. Малтан тытма кирлĕ.

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

тивлет

(тивл’эт’, т’ивл’эт’), благодать, милость, счастье, удача, успех. Разг. С. Мих. 36. Ака-соха тивлечĕпе кона ĕçеттgĕр-çиятпăр. Менча Ч. Иксĕлмес тивлетне парăсăнччĕ, тет. (Моленье). ЧП. Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетреччĕ пирĕн çамрăк пуç. Т. VI, З. Çак эсĕ панă тивлете асăнатăп. Ӳлĕмрен те тырра тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар... Иксĕлми тивлетне пар. Неизв. авт. ХVIII ст. Иксĕлми тивлетне патăр. Ака соха тивлечĕпе ĕçетпĕр-çиятпăр, поплетпĕр-калаçатпăр. Микушк. † Эпир пуснă вырăна, тивлет пусса тухтăр-и. N. Ырă тăванăм (ятне), çавăн тивлечĕпе çӳретпĕр. Емельк. † Ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕм! Сирĕн тивлетĕрпе çӳретпĕр. N. † Аттепе анне тивлечĕ, çта пырсан та ырлăх пулинччĕ. Пис. † Ах пиччеçĕм, тетĕп, инкеçĕм! Сирĕн тивлетпе çӳретпĕр. Бугульм. † Ах пиччеçĕм, инкеçĕм, хĕр тивлетшĕн çуретпĕр. Стюх. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, çак пĕрле тăнине мĕн çитĕ? Атте лайăх, анне лайăх, вĕсен тивлечĕсем пит аван. Сред. Юм. Атте-анне тивлечĕпе çӳретпĕр. N. Вĕсем шыва путса вилесрен хăтăлассине, тивлетĕн пĕлче çук ĕçне малтан кăтартса хунă, тесе те калаççĕ. N. Акă сана та тивлет паратпăр, мĕн пур пеккине; ан ӳпкелесе кай, лайăх ĕçсе-çисе кай. (Гов. покойнику). Альш. † Умăра тивлетсем çунă чуне, кил, силлесе юлар-и чунсене! N. Ан макăрăр ачисем, пуççăр (ласк. выр. = пуçăр) çине (на ваши головушки) тивлет çăват-ĕçке! N. Эпĕ санăн нумай ырăлăху тивлечĕпе сан çуртна кĕрĕп. Собр. † Ах, тантăшăм, тантăшăм! Ан йĕрсем, ан куйлансам, пуçу çине тивлет ӳкет. N. Эсĕ М. хулинче тивлет ĕçне ĕçлесе пурăннă. N. Ывăлĕ-хĕрин тивлечĕ пĕтсе ларĕ. || В ирон. см. Вĕсем ыр çын тивлечĕпе сăмаварсăр тăрса юлнă. || Назв. божества. К.-Кушки. Перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар. Тивлет, иксĕлми тивлетне пар; çырлах, çырлах, сана пулĕ шерпечĕ, пире пулĕ йӳçĕшĕ. Жертв. т. Тивлет (вар. тивлете) така. Ib. Тивлет амăшне така.

тик

(тик), неизв. сл. Отсюда: Тик-вар кӳлли.

тикĕс

(тигэ̆с), ровный, гладкий; плоский. Тим. † Сирĕн çинче камсул килĕшет, те аркипе çанни тикĕсрен. Чураль-к. † Урам хушши тикĕс мар, шăлаканĕ эпир мар, хĕрсем хăйсем ывăнмасан, ывăнакан эпир мар. (Пародия на тат. п.). || Ровно, гладко. N. † Юрататăп эпĕ çил арманне, те тикĕсех çуначĕ çавăрăннăран. Ст. Чек. † Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, шывĕ юхат пĕр тикĕс. Пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртейинччĕ пĕр тикĕс. || Одинаково. Орау. Пирĕн тикĕс пулмĕ, эсĕ ху тикĕспе пулин пар. || В см. им. существ. Альш. Пĕр тикĕс çук çĕртен утат. Идет по неровному месту, по кочкам. || Ровненько, т. е. благополучно. N. Ял-йыш тикĕс тăрат-и? Юрк. † Сирĕн курнитсăрсем хире-хирĕç, унăн çийĕ виттисем пĕр тикĕс. Эпир пурсăмăр та йĕр тантăш: иртинччĕ ĕмĕрĕмĕрсем пĕр тикĕс. Собр. Ĕмĕр тикĕс килмест (вар. пĕр тикĕс иртмест), теççĕ. (Послов.). Ерк. 46. Кăçал вăйлă çур килнипе ыраш ӳсет пĕр тикĕс. Бес. чув. 8. Иртнĕ пурăнăçĕ унăн пĕр тикĕсех иртмен: вăл çичĕ çула çитсен, унăн амăшĕ вилсе кайнă. N. „Крестьянский банк“ ĕçĕ пуçланнăранпах пĕртте тикĕс пыман: унăн ĕçне ăрасна-ăрасна пуянсем анчах курнă. || Поровну. Юрк. † Çак киле килнĕ хăнисене курки тикĕс тивет-ши? Сред. Юм. Пĕр тикĕс парса тохрĕ. Разделил всем поровну.

тилхепе

вожжи. Б. Крышки, Сред. Юм., СПВВ., ЩС. ЧП. Чăн (вар. чĕн) тилхепе тăрăх тар юхать. БАБ. Кумми кĕленче, тилхепи пурçăн, чĕлпĕр ука, пĕкки мерчен, кустăрми ахах. Кожар. Çур çитсессĕн, пĕрне лартрĕç те çыхса, тилхепине тыттарчĕç те аллинчен, лашине хĕртсе кăларса ячĕç. Кан. Тилхепене Ванюш тытса пырасшăн. Кучером хочет быть Ваня. || В перен. см. Изамб. Т. Унтан вара тилхепе хураççĕ (взвазживают).

тип-типĕ

пресухой, совсем сухой. Альш. Хурăн-варпа тарăн-вар тĕпĕсем çула тип-типех тăраççĕ (бывают).

Тип-вар

назв. местности. Изамб. Т. || Тип-вар — çырма (в одном км. от с. Ковалей, Урмар. р). || Альш. Тип-варти ырсем — шер(пет) сып, (т. е. сыпписене) юсман. Тип-варти ырсем — юсм(ан) шерп(ет). || Назв. селения.

типтерлĕ

любящий порядок, опрятный, аккуратный (в др. гов. тирпейлĕ). Кн. для чт. 170. Эсĕ те, вĕлле хурчĕ пек, ĕçлеме юратсан, ун пек хăна ху таса пурăнсан, ун пекех типтерлĕ пулсан... Вĕлле хурчĕ 8. Çăмартисене карас куçĕсене сиктере-сиктере (хăварса) хăш куçне икшер-виçшер, ултшар-çичшер те сапнă пулсан, вăл амăш типтерлĕ мар. Сред. Юм. Типтерлĕ çын, аккуратный человек. N. Хăш çын сыхлă, тирпейлĕ (вар. типтерлĕ) пурăнăç тăвать, çапла вăл хăй тивĕçлĕхин пĕр пайне курать. N. Типтерлĕ çынна суйлас пулать. N. Типтерлĕ хĕр. || Экономно. N. Укçана пăртак типтерлĕрех тыт. N. Япалана типтерлĕ тытакан çын.

тир

шкура; кожа, овчина, мех. N: † Тăхăр тиртен кĕрĕк эпĕ çĕлетрĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Юрк. † Кашкăр тирĕ тăлăпĕ, волчий тулуп. Пиçенер † Кашкăр тирĕ тăлăпăм пор, мана кашкăр çияс çок. N. † Пирĕн тăван килет асăнса, сăсар тирĕ (вар. тир) тăлăпĕ тăхăнса (вар. витĕнсе). N. † Кашкăр тирĕ тăлăпĕ купса çинче ĕнтĕ. Сятра: кашкы̆р (оβа) т̚ир’э̆ тŏлŏβŏ . Ib. Хамăн кашкăр тирĕ тăлăпня (-н’а) сотрăм эпĕ. Орау. Этемĕн çичĕ хут тир, тет (в букв. смысле). Говорят, что у человека кожа в семь слоев. Альш. Эреххине, пылне, чейне, сахăрне, тирне, сукнине, кĕмĕлне — пĕтĕмпе хисеплет. N. Тирĕсем (у меня) сĕвĕнсе ӳкрĕç (письмо). М. Васильев № 3, 52. Тепле тирне сĕвеймес. Орау. Çынна тирне сĕвесшĕнех çӳрет. Он готов с человека шкуру содрать (гов. о мироеде). Сред. Юм. Тирна (= тирне) сĕвĕп! Кожу с тебя сдеру! (Ругань). Ib. Тир тутар, дубить кожу (отдавать в дубку?). N. Тунă тир, выделанная овчина. N. Тирсем тохман-ха, сарах тутарас поль, тет. Шурăм-п. Тир Йăванĕ (кожевник Иван) Турая кайнă. Сборн. по мед. Кăрчанкă вăл тир çинчи ерекен чир.

тирке

(тиргэ, т’ирг’э), браковать, брезговать. СПВВ. Тиркес, тиркешлес. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарнă чухне ялан кĕрӳ япалисене тиркеççĕ. Ун чухне час-часах вăрçă хускалать. (Свадьба). Ib. Кĕрӳ кĕпи тăхăнтарсан, кĕпине тирке пуçларĕç: хĕршĕн тăхăрвун тенкĕ тӳлерĕмĕр. Эпир кĕрӳ валли кун пек кĕпе калаçманччĕ, терĕç. Орау. Тиркесе туса тăрать тата, пăх кирлĕ-им ăна тата. Еще брезгует (бракует). Какого еще ему чорта надо? Моркар. Тиркес = айăп топас, браковать. Чăв. к. Хура шăрçа çип тиркет, хăй хурине хăй пĕлмест. Торп-к. † Салтак, тесе, ан тиркĕр, салтак ячĕ йăвăр ят. N. † Тиркеймерĕм мăяна, каяймарăм савния. Сборн. по мед. Пысăкраххисем чĕлĕм туртма та тиркемеççĕ (не брезгуют и куревом, т. е. курят?). N. Çурт тăвакансем тиркесе пăрахнă чул, камень, забракованный каменьщиками. КС. Паян ăна темиçе хĕр те кăтартрăм, пурне те тиркет (все они ему не нравятся). Кан. Начар сывлăхлисене комиççи пит тиркет. ТХКА 54. Сирĕн вăрман çĕрĕнчи ялсене ытла тиркемелле мар та. || Воздерживаться; соблюдать (посты, праздники). N. Праçник-куна ĕç тиркес; хăй ят кунне тиркеççĕ, вăрлăх кăларма эрнекуна тиркеççĕ. Типĕ тытас тĕлĕшĕнчен те: сĕт-турăх тиркеп, теççĕ. В. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пер (= эпир) пӳртлĕх йӳç касма, карта тума, çăнăх артма (= авăртма). Собр. Çимĕк (scr. çимек) иртсен, пĕр виç-тăватă эрне çинче тиркеççĕ: тиркемесессĕн, пĕр-пĕр айăп пулать, теççĕ. Ягудар. Тип тиркемеçт (не соблюдает). Тип тиркет, Ib. Сĕт ярса парас-и? Тиркетне? — Тиркеп. Шибач. Тип тиркеместпĕр. СТИК. Эсир типĕ тытатра? — Çук, тиркемен! Хир-б. Эпĕ тата: типĕсене тиркетни? терĕм. — Мĕскерле типĕ? Эсĕ мана типĕ пурăнма хушатни? Ахаль те типĕ, ĕне çук. Ĕнесĕр пурăнма калатни? терĕ мана хирĕç. || Быть разборчивым в пище. Букв. Тиркекене тиркĕ тĕпĕ (поддонки, остатки) çакланнă (вар. тивнĕ), теççĕ. Сред. Юм. Тиркекене тирĕк тĕпĕ лекнĕ, тет. Кто брезглив, тому достается (попадает) худшее. || Соблюдать (диэту). N. Чирлĕ çынна апат тиркеме, мĕн çиме юранине çеç çиме хушаççĕ (велят есть с разбором). СТИК. Мана хвершшăл (фельдшер) çиме тиркеме хушрĕ: атту чĕрĕлеймĕн (не выздоровеешь), тет. || Разбираться (в чем). Кан. Ирнĕ-каçне тиркемесĕрех, сăмакун юхтарать. О сохр. здор. Ыраш тасипе таса маррине пĕртте тиркемест. || Разбирать, относиться разборчиво. N. Кунне пит тиркеççĕ: благовещение (çуна пăрахнă кун, йăвăр кун теççĕ, самый тяжелый день: в этот день будто и птица не роняет перьев) кунĕ ан пултăр, ытларикун ан пултăр. БАБ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине тиркемеççĕ (не разбирают, что делать раньше и что после): хăшĕ малтан аса килет, çавна тăваççĕ. ЧП. Йĕтĕн çиппи хĕç тиркет. N. † Симĕс пиçихи пилĕк хĕсет, мерчеи шăрçа çип тиркет. Кан. Тутар-и, ирçе-и — никама та тиркеместпĕр. N. Ака-суха çинче утсем пит ӳркенсен, телей пулмасан, малтан тухнă çынна тиркеççĕ. || Отвергать, пе принимать. N. Пирĕн парнемĕре ан тирке. НАК. Хăш чухне пĕр çын сапнипе силленмест те (жертвенное животное), çавăнпа: çын тиркет пулĕ, тесе, урăхне саптараççĕ (заставляют плеснуть на него другого человека). N. Эпĕ çыра пĕлмен çырăва тиркесе ан кӳренсем. || Критиковать, цензуровать. N. Кĕнекесем тиркекен ку сăмаха тиркемен (не забраковал). Суждение. Пĕр çыннăнне (только чужое) анчах курать, çыннăн лайăх маррине (нехорошие стороны) анчах тиркет. || Разбирать. N. Тиркĕсем, куркасем, хурансем, тенкелсем çунине-çуманнине пит тиркеççĕ вĕсем. N. Пирĕн конта 40 çола çитнисене тиркерĕç (проверяли, разбирали). || Задерживать. N. Хутсăр çынна тиркеççĕ (задерживают беспаспортных). N. Ни билет тавраш, ни кам мĕншĕн ăçта пурăнать, тесе, тиркес-тăвас çук. (Обьявление). || Расследовать, разузнать. Возм. Тиркес — ыйтса пĕлес, разузнать (какое-нибудь дело). Хорачка. Онта анатра порнаканьăсам торпас корса хăпараччă туалла, вăл Сăлттан патня çитеччĕ те, тиркеччĕ (чит. твргэччэ̆); Сăлттантан итеччĕ (єдэччэ̆): эс перĕн çĕр çинче ме кисе, конта порнатăн? Эс конти çын мар. N. Тем, пит аплах мар пек те?... — Тата ăна-кăна тиркесе пахса тăтăн. Не знаю, ровно бы (как будто) и не совсем так?... — (Ты) еще вздумал (меня) разбирать (браковать, брезговать и т. п.). || Проверять, наблюдать, следить. || Осуждать, судить. N. Çынна тиркесе калаçин пулман мар ĕнтĕ пирĕн. || Стесняться. N. Ăшра çапах вĕсенĕн çилли килет; май килнĕ чух хирĕç калама, е алла ӳкерме тиркесе тăмаççĕ.

тирпейлĕ

(тирбэjлэ̆), аккуратный, любяший порядок. Приличный (во всех отношениях). Ст. Чек. Тирпейлĕ ача. || В см. наречия. Ст. Чек. Вăл хăне хăй тирпейлĕ тытат, унăн тумтирĕ тирпейлĕ. Ходар. Шатрана (оспу) вĕсем пит тирпейлĕ пăхаççĕ. Шатрапа выртакана пĕр çын анчах пăхать, унта тĕрлĕ çын пырса çавăрăнкаласа çӳремеçт (не всякий ухаживает за больным оспою). Кан. Шакирăв завхоз 134 качака тирне питĕ тирпейлĕ тиесе тухса кайнă çав урапа çинех. ТХКА 89. Эпĕ япалана тирпейлĕ тытап та, тумтире те эпĕ тасарах тумланатăп. N. Ну вара хăй пит тирпейлĕ вилчĕ. Ни вар-витти тухмарĕ; тула тухма та çын çавăтса тухман пĕре те. || Экономный. N. Вăл пит тирпейлĕ (экономен): ăнланмасан, кун пек кĕнекешĕн укçа ямĕччĕ. ГТТ. Пурте: вăл питĕ тирпейлĕ, салатмас (не расточает), теççĕ.

тиркаслу

неизв. сл. Кĕвĕсем. Атя, йăмăк, ăсатам, тухью тăрне тĕсетем! Тухью тăрри тиркаслу (так написано!): тиркешменни (вар. тиркеменни) юлмарĕ. Ӳссе, пĕвĕм çитмерĕ: сăхланманни юлмарĕ.

тукмак

токмак (тукмак, токмак), колотушка. Янш.-Норв. Лапка айĕнче йĕпе тукмак. (Загадка: реnis). Ст. Чек. Алли тукмак пек шыçса кайнă. Ск. и пред. чув. 8. Симĕс тукмак аллинче. В. Олг. Атьăр тоя, атьăр тоя ватти-яшшипе, атьăр, арăмсам, ачи порĕ ачине илĕр, ачи çокĕ токмак илĕр. N. Йĕкĕрешсем тукмак пак ӳсеççĕ, тет Кулине. Пазух. Раккассисем туй халăхĕ — пăрахăç сăвай тукмакĕ. Якейк. 1) Вот токмакки, колотушка для забивания клина или топора; 2) чăмăр тôкмак — пир токмакки, тата кĕпесене, типсен, çапмалли токмак. VS. Юрк. Хĕрлĕ хĕвелпе типĕтĕпĕр, çăка тукмакĕпе çапăпăр (платок). || Валек для белья. Якейк. Кĕпе çума карăм та, хорăн токмак çорăлчĕ, хорăн кĕвенте хуçăлчĕ. СПВВ. МС. Тукмак — кĕпесем çапмалли, вутă çурмалли; тукмак — кашкăр: кашкăр тесен, кашăк пек çăмăлланать, теççĕ, тукмак тесен, тукмак пек йăвăрланать, теççĕ. || Язык колокола. КС. Чан токмакĕ, язык колокола. Т. II. Загадки. Чан токмакки, язык? || Гири у часов. Шибач. Часси токмакĕ, гирька. || Палка, которой бьют в барабан. Сорм-Вар. † Мучи кăркки шур кăркка, çапрăмăр та пăрахрăмăр, параппан тукмак турăмăр. || Нагайка. Бел. Гора. Ача кăмăлне килмесен’ вуниккĕпе явнă тукмакпа çурăм çинче вылятĕ (невесте). || Бедро, ляжка (птиц). Ау 188°. Автанăнне тукмакне касса илтĕм те, çисе ятăм. Орау. Чăх тукмакки. Ib. Чăххăн е алтанăн урисене, ашлă пулсан: ачана тукмакне парас, теççĕ. Сунт. Ĕлĕк чух унпала иксĕмĕр ĕçкĕ ĕçсе, алтан тукмакки çисе, итес уйăрса тавлашса пĕтнĕ. Сред. Юм. Алтан токмакки, верхняя часть ноги петуха. Бел. Гора. Астăвăр-ха йыснана, хур тукмакне сĕтĕрет. КС. Тукмак-пĕçернĕ кайăк пĕççине калаççĕ (ачана тукмакне парас, тиççĕ). N. Асатте пусрĕ ват лаша, мана пачĕ тукмакне. || Волк. Орау. Тукмак тесе кашкăра, йăвăрланса выльăха ан тытайтăр тесе, калаççĕ. Тогаево. Ялта токмаксем хăш çынăнне тыйха тытнă, хăшшăнне пру, хăшшăнне ĕне тытнă. N. Сорăх ывханĕ (= ылханĕ) токмака çитмест. (Послов.). Орбаш. Тукмак-кашкăр. || Тупой (о человеке). Юрк. Арăмĕ ухмах пулинччĕ, ачи тукмак пулинччĕ. N. Тиечукĕ те, тукмакĕ, пупăн ĕçне пĕлсессĕн, хăранипе хурланса вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен. || Прозвище человека. Ск. и пред. чув. 34. Акă сирсе халăха вĕçсе ухать сирпĕнсе Тукмак Петĕр çырă ача. || Яз. имя мужч. Именд.

тулашки

сл. неопр. знач. Кильд. † Туллăн-туллăн (вар. туллăм-туллăм) тулашки, тул кулаçăн юлашки. (Тулашки = хиçрем, ухвостье). Богдашк. † Туллăм-туллăм тулашкн, тула кулаччи юлашки; эй мăнтарăн хĕр вăййи, кĕçĕрхи каç юлашки.

тули

(тул’и), неизв. сл. Отсюда: Тули-вар.

Тули-вар

назв. поля. Алших. Яжутк. Тулин-тули тули-вар, тули варри тӳшекки, тылла пуççи çытарри.

тулти

толти, то же, что тулли. Ст. Шигали. Пурçăн тутăр пуç тулти, ун шерепи куç тулти; чунăм савни куç тулти, ун сăмахĕ чун тулти. Панклеи. Уçăр, уçăр, ачамсам, хир-хир орлă ка-аçрăм, хир-хир вути таттăрм; вар-вар орлă ка-аçрăм, вар-вар ути та-аттăрм. Енчĕк толти сĕтĕм пор, мырĕ хоппи толти çă-ăвăм пор. (Песня козы в сказке).

тум-хаяр

назв. болезни. Ст. Чек. Тум-хаяр — ăш чирĕ; ăш ыратат, çынна вĕлерет, кăвапаран пăрат. Ăна тӳрлетме вĕрсе аппаланнă. Пыл аван, лаша пăхĕ шыв çине ярса ĕçтернĕ, хаяр-курăкĕ вĕретсе ĕçнĕ. Хаяр çырли аван, сиплĕ тенĕ. Ib. Тум-хаяр = час килекен чир (ăша питĕ ыраттарат). Ib. Хытă вăрçнинчен тум-хаяр, çын çилли ӳкет, тенĕ. Ib. Тум-хаяр пуçа хĕстерет, ăш ыратат. Ешлĕсенкер ватса яраççĕ; час каяс пулсан, хăстарат; час каймалла мар пулсан, вар-виттие каят, анчах малтанхи пек ыратсах çӳремес, пĕр икĕ эрне ыратса çӳрет. Ib. Хаяр ути ĕçсессĕн тум-хаяр пулмас, тет. Ib. Тум-хаяр; (унтан) уйрана тăвар ярса ĕçеççĕ. Ib. Тум-хаяр куç татăлат. Ептрел. Çилпе тивнĕ тум-хаяр, болезнь, полученная под влиянием чьей-либо ссоры. N. Хура пĕлĕт айĕнче хура хĕр; хăçан çав хура хĕрĕн çӳç пĕрчи çине пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тии килес пултăр çак (ят) тум-хаяр. (Из наговора). КАХ. Тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. См. хаяр. N. Иртĕхсе çие-çие, тум-хаяр чир те тупăн. Paas. 172. Тум хаярĕ.

тумлак

капля. Шихазан. Юн тумлаксем. Тумлакăн, по капле. N. Çапла вара пĕрер тумлакăнах укçи пухăнать. || N. Вара çав тотăра (он был мокр от слез) вар пăрсан, томлакăнах полчĕ.

туп

сл. неопр. знач. Собр. Туй арăмĕ туп çуни, киле пырсан вут (вар. пăх) çуни.

тупала

топала (тубала, тобала), осуждать. N. Эсĕ, тет, çынна ан топала (ылханать). N. Çăкăр-тăвар тĕлĕшĕнчен кăмăлсăр çын çинчен пĕтĕм ял çисе (вар. тупаласа) калаçать. || Срамить, чернить. Ст. Чек. Мана кашни çын умĕнче тупалатăн (чернишь, срамишь). Шибач. Сăмахпала топаласа пăрахрĕ (уничтожил). || Грозиться. Пшкрт. Вăл мана хĕнемешкĕн топалат. Чертаг. Çиленсе порнать: асăнăн, астăвăн, вăн сана тупаласа тăрать, тет, куçранах, тет. Тюрл. Ан топала çынна, мĕн топаласси пор. (Не стращай, токатмăш тăвăп, тесе). || Ругать. В. Олг. Топаларĕ мана сомахпала, тем те калат. || Злорадствовать. В. Олг. , Чув.-Сорма. Хурамал. Çынна пĕрер хĕн килсен, тепри калать: ăна çав кирлĕ-ха, тет. Тепри ăна калать: мĕшĕн апла тупалан çынна, тет. || Пожелать дурное. Хорачка. Мана вăл топаларă (навлек на меня несчастье словами, предсказал несчастье). || Захватывать.

тупăм

спор. Описка вм. тупăш? N. Турăпала тупăм çук (вар. тупăш çук. Такмак).

тупăш

(тубы̆ш), топăш (тобы̆ш), божиться, клясться. Сред. Юм. Иккĕш пĕрне пĕри хошса топăшса пĕтрĕç. Всячески божились, сваливая вину один на другого. Бгтр. Вăл каллях тупăшма тапратрĕ, тет: мана çакăнта ларнă чухнех начарлат (сделай худым), тесе калать, тет. || Спорить. N. Кам малтан çитĕ, тесе, тупăшаççĕ. N. Эпир унпа пĕр кĕренке мыйăрла тупăшрăмăр. В. Олг. Топăшса эреке ĕçни (на спор). КС. Ваттисем тупăшса тавлашма хушмаççĕ. Капк. Хветĕр ятлă ача, пĕр атăçăпа тупăшса, 2 кĕренке пыл çисе янă. || Соревноваться. Шурăм-п. Тырă выракансем тупашса вырнă пек выраççĕ. N. Вар хушшине çитсен тупăшса çырла пуçтарма тытăнтăмăр. N. Пĕтĕм тĕнчипех халĕ кун пек ероплансене тем тĕрлĕ улăштарса тăваççĕ, тата кунĕн-çĕрĕн тупăшса вĕçеççĕ.

туратлă

с сучком, сучковый. Собр. Пирĕн турти туратлă, сĕм вăрманта çакланмаст (вар. çатракаран хăрамаст).

турă

, торă, (туры̆, торы̆), бог, божество. Магн. М. 62. Çорт çоратакан торă, ывăл-хĕр çоратакан торă, тырă-пол çоратакан торă, выльăх-чĕрлĕх çоратакан торă, мол çоратакан торă, хорт çоратакан торă, хорç антаран торă, çут кӳлте выртакан торă, торта торри, çут-çанталăк çоратан торă, чун çуратакан торă и мн. др. Качал. Кăвак сухаллă старик, çакă турă пулнă, тит. Шурăм-п. Тыр акакан турра хăтарни. Ĕлĕк пĕр çын уйра (хирте) тырă акнă, тет. Ун патне турă чупса пырса пытанмалли вырăн ыйтнă. Тыр акакан турра вăрлăх пурки айне пытарнă. Вăрлăх пурки çине тăпра муклашки хунă. Турă тырă акакана вăрлăх пурки айне кĕрсе ларас умĕн: эсĕ ку тырра вырма ыранах кил, тенĕ. Тепĕр кунне, турă каланă пек, вăл ани çине çурлапа тырă вырма пынă. Ĕнер çеç акна тырă турă каланă пек пулса çитсе хумханса çеç ларнă. Çавă тырра вырма пуçласан ана çине усал чупса çитсе тырă выракантан: эсĕ çакăнтан турă иртсе кайнине курмарăн-а? тенĕ. Тыр выракан: çакна акнă чух курнăччĕ, тенĕ. Вара усал: эй, ĕнтĕ уна халĕ хăваласси те çук, питĕ аякка кайнă ĕнтĕ вăл, хăвса çитесси пулмарĕ-çке ĕнте ăна, тенĕ. Турă вăрлăх пурки айне пытаннине асăнса хăшпĕр чăвашсем тăпра муклашки хуркаланă. П. Федотов. Ĕçлекен алли çине турă сысман, тет. (Послов.). Ивановка. Вĕсем тата шухăшланă: кашни япалана пăхса тăран хăйĕн турăсем пур, тенĕ. Вăт-кăвартан пăхса тăраканни, выльăх-чĕрлĕхе пăхса усраканни, тата урăххисем те, çак турăсене пăхса тăраканни атте турă, тенĕ. Тата кашни кил-çурта пăхса сыхласа тăраканни пĕр турă пур, тенĕ, ăна хĕрт-сурт тенĕ. Çак турра, çиме тесе, сайра-хутра кăмака умне пăтă лартнă. Пăтă лартнă чухне пурт-çурта пит лайăх тасатнă, кил-хуçисем шур кĕпе-йĕм тăхăннă. Çакна хĕрт-сурт пăтти тенĕ. Собр. † Аслати аватать, çиçĕм çиçет, туррăн турă лаши (вар. тьыхисем) кĕçенет. Ib. Турра ан асăн, сăмсунтан юн юхĕ, теççĕ. (Послов.). Альш. Темшĕн чăвашсем турра ĕмĕрне те пуян тесе, мĕн тесе туман; ялан мĕскĕн, ыйтса-пуçтарса çӳрекен ватă старик пек туса ĕненнĕ. Ст. Чек. Усал: юратнă йывăçна, юратнă çуртна, юратнă çыннăна, юратнă выльăхна кĕрĕп, тесе калат, тет. Турă: кĕрĕсĕн, нимĕн те шеллемĕп, пурне те çапăп, манăн пурте хамăн, çапсан та, пурне те хам илеп, тесе калат, тет. (Из сказки). Орау. Тăрсан-тăрсан, туррине те çӳлтен сĕтĕрсе антарĕç (т. е. люди стали очень хитроумны). КС. Турă пăр çине анни (на лед). Собр. Йăлхавăн турри çывăхра. (Послов.). N. Турă пит çӳлте, патша пит аякра. „До бога высоко, до царя далеко“. (Старин. поговорка). || Святой М. В. Васильев. Илья пророка пирĕн енче папай алттарса çиçĕм çиçтерекен торă, тенĕ. Тăта çăмăр шывне те пĕлĕт çине çавах лашапа торттарать. Илья пророкăн çăвĕпе шыв торттарнăран лаши час ватлать, тенĕ. Çавăнпа ăна çăмăр чӳк тунă чух ĕлĕк лаша панă. || Выражается восхищение или возмущение. Трхбл. Эй турă-турă, хырăм ай шурă. (Присловье, говорят ни к селу, ни к городу, когда нечего говорить). Бюрг. Ах турă кусене (ах чтобы их)! Хырăмĕсене тăрантараймаççĕ, вĕт, çаксем? Часрах ăсатса ярăр (шептание старух при входе священника). || В чувашизмах КС. Турă куртăр, брань. КС. Турă куртăр — проклятие („пусть бог принесет чувствительный вред“). Слеп. Торă пĕтермен; торă татман пуçна; торă татса кайман. Цив. Торăран килешшĕ; торăран килмен пуçна, торăран килтĕр, торран килменскер! (брань). Тюрл. Ах тора çапашшĕ, тĕнкене хăртрĕ, тет (тертленсе калать). N. Торă çапманскер! Хăççан торă пуçна çапса кайĕ-ши? Хорачка. Торă чоклатăрай сана хăнча полин та. Ядр. Торă çапаш, торă таташ, торă чохлаш (пусть припомнит). || Икона. Коракыш. Ха, пирĕн паян çĕн турă илнĕ нихак, тет. Сред. Юм. Турăпа çӳренĕ чухне ватти-вĕтти мĕнĕпех хыçалтан çӳреççĕ. Абаш. Пăхăр торă топнă (медную икону). Янтик. Турăпа çӳреме тухнă (ход с иконой).

Турă-синкер

назв. божества. Альш. Турă-синкерне путек. Ib. Турă синкер сирекене така (вар. турăн синкер сирене така).

туртмала

кочерга. С. Дув. Арăмĕ пĕри йăтать мелке, тепĕри туртмала, Яхути хăй алăка çурăмĕпе (вар. кучĕпе) тĕревлесе тăрать.

Туртал

назв. божества. Альш. Туртала така (вар. пуртала така).

турткăш

павлин. Пазух. Атăл çинче сула пырать, сулă çинче кимĕ пырать, кимĕ çинче турткăш пырать, ун хӳрине туртса çыхма пурçăн кирлĕ. Ib. Турткăшсемпе аккăш тавлашат, урттăш йывăç (вар. улма йывăç) çине те ларасшăн.

тус

разбрасывать, раскидывать, разметать, приводить в беспорядок; распыляться; разбежаться; разорнть. Толст. Тусан туснă, шăрăх пулнă. Букв. 1904. Асатте пирĕн тусан пек тусать (разошелся, распалился гневом, раскричался), ялан: тухăр та кайăр! тесе кăшкăрать. N. Тусса пыраканскерсем, тĕрлĕ енелле салана пуçланă. N. Ăçта карта-хура çук, унта юрлăх тусать (= саланать, как бы распыляется). N. Вăл тустарнă (вар. туснă, разоренный) хуласене вырăнаçать, кĕç йăтăнса анас пек ларакан пăрахăç çуртсенче пурăнать. N. Пĕри те пулин: усал (чорта) куртăм, тесессĕн, сурăх кĕтĕвĕ кашкăртан тарса тусса пĕтнĕ пек, йăлт тусса пĕтĕпĕр (все разбежимся). Богдашк. Мамăк шурă калпак час тусать. Кильд. Çӳç-пуç туснă; пӳртри-çуртри япала туснă. Ст. Чек. Куçĕ тусса кайнă (у сильно пьяного). Ib. Ху умăнтах япалу, туснă куç, çавна та тупаймастăн (ничего не видишь). Ib. Туснă куç — ӳссĕр çыннăн.

тота ту

, целовать. N. Эпĕ сере хамăн чонтан йоратса теминче пин хут тота тăватăп. Изванк. Унтан вара ӳксе пуççапнисем пурте сĕтел хушшинче ларакансене тута тăваççĕ (вар. пĕр-пĕринпа тута тăваççĕ). Сорм-Вар. Илес арăм сарă пулинч, тытса тута тăвинч (= чуп-тăвинччĕ).

тухрăм

1 л. прош. вр. от гл. тух; встреч. в чувашизме. N. Хура вăрман витĕр тухрăм чуне, хушрĕç хурăн çулçи суйлама (вар. уртăш йывăç çине уртăнтăм. Трхбл.).

тӳтер

неизв. сл. Отсюда: Тӳтер вар.

тӳтӳт

рожок (игральный), труба. См. тӳт. N. Вара трупасем (вар. тӳтутсем) кăшкăртса, хăйсем те хытă (вар. шари) кăшкăрса янă. Хорачка. Тӳтут — пысăк мырăран, валавой мăкăр мыракинчен (Кошламарăн полнă). Вăрманта вăл хôхĕм янăрат. N. Унтан, тăрсан-тăрсан, хуçи тӳтӳтпе кăшкăрттăрĕ, тит те, йыттисем лăнк-ланк вĕркелерĕç, тит те, чупа пачĕç, тит, килнелле.

тӳттӳрӳк

труба. N. Чунĕ чăтаймасăр хавхаланса тăрать çилли килнипе çĕре кышлать, трупа (вар. тӳттӳрӳк) каланипе вырăнĕнче тăраймасть (конь).

тăварлак

соленый. N. Ун (дикого осла) çурчĕ çеçен хир, ун хӳтлĕхĕ тăварлак (вар. тăварлă) шур.

пир-тăла

портянки. Сред. Юм. Çинçе пир-тăла — вар сӳсĕнчен туса тĕртнĕ тăлана калаççĕ.

тăла-варри

то же, что тăла-вар. Курм. Тикĕт шĕнчен тохнăскер, тăла-варрипа тытнăскер. Бгтр. Шыранă чух çĕрте пĕр тăла-варри выртать, тет (нашел).

тăн-тăн

(ты̆н-т̚ы̆н), подр. звукам, получающимся при ударе по колоколу деревянным молотком; подр. звуку крепкого колеса, когда его, при покупке на базаре, поднимают на известную высоту и бросают на землю. Трень.-к. Чана йăвăç молотокпа çапсан, тăн-тăн тума пултарать (может). Ib. Çĕн орапа илнĕ чохне, лайăххи-лайăх маррине пĕлме, орапине çӳлерех çĕклесе çĕре пăрахаççĕ; орапи лайăх (крепкое) полсан, тăн-тăн! анчах тăвать, теççĕ. || Крепкий, прочный, устойчивый. Изамб. Т. Ку çын тăн-тăн; ку япала тăн-тăн (крепкий). N. Хăвăр эсир тăн-тăннисем (вар. çитĕнсе) вăрçма юрăхлă пулнисем, вăрçа хатĕрленсе, тăванăрсем умĕнчен пырăр, пулăшăр вĕсене. КС. Ай, ку урапан ӳречисем тăн-тăн тытса тăраççĕ (крепки). Ст. Чек. Ку япала тăн-тăн. СПВВ. МА. Тăн-тăн = треклĕ. СПВВ. ТМ. Тăн-тăн = паттăр, тĕреклĕ çын. || Крепко, стойко. N. Ачасем, аван-çке ку лаша, урисене тăн-тăн тытать. Сред. Юм. Тăн-тăнтарах ту пĕр тунă чохне, ĕçĕ пĕрех, лайăхрах тусан, ытлараха тӳсет. Ст. Чек. Тăн-тăн, надежно, твердо, крепко. СПВВ. Тăн-тăн çӳрет халь (твердо на ногах, в силах. В Сред. Юм. гов. о стариках). N. Йĕнер çинче тăн-тăн ларать.

тăнту

то же, что тăн ту, глинистая гора. Сорм-Вар. Тăнту, тăнту çинче тырлуй, тырлуй çинче хура ĕне выртса йăванĕ. (Икерч пĕçерни). См. тăн.

тăп-тутлă

очень вкусный. С. Мок. Туна шăмми тăп-тутлă, йытта патăм — çимерĕ. (Тапак; вар. йытта парсан, йытă хыпмаст. Тăвар. Ст. Шаймурз.).

тăпăр

(ты̆бы̆р), подр. частому топанью, стуку. Сорм-Вар. Тăпăр-тăпăр хура сăран атăпа. (Чакак). N. † Тăпăр-тăпăр ташлама тимĕр хăма кирлĕ ăна. Бгтр. Тăпăр-тăпăр тăвакан, тăвакан, çавă пулать Микулай, Микулай. ППТ. Хăшĕ тата: сĕренте тăпăр-тăпăр сиксе ташлама атă илсе пар, теççĕ (просят купить). Чуратч. Ц. Хайхи, çаксен урапи çинче арча тăрăнче тăпăр-тăпăр тутарса тăрать, тет, усал. || Юрк. † Тăпăр-тăпăр пушмакĕ пусас çĕре пусмасăр хунямăшне юраман.

тăпкăрлантар

сделать крепким. N. Эсĕ мана ӳтпе-тирпе юсантарнă, шăнăр-шăмăпа тумлантарнă (вар. тăпкăрлантарнă), тĕреклетнĕ.

тăппăн

подр. топоту ног. Г. А. Отрыв. Тăваттăн тăппăл-тăппăл, иккĕн хăт-хат (вар. хăть-хат), пĕччен вăш-вăш. (Лаша ури, хăлхи, хӳри).

тăрă

(ты̆ры̆, тŏрŏ), верхушка. Байгул. Чăрăш тăрри — йĕс тăрă. Панклеи. Качака ку путяккине карта тăрне çакать-хăварать. N. Хура вăрман тăррипе, хура пĕлĕт айпе. (Письмо). Цив. † Сăрлă-сăрлă кĕлешче, ут тăррипе сăр кайрĕ. Юрк. † Пĕчĕкçĕ лаша-кăвак лаша, тумхах тăрринчен пускалат. || Верховье. N. Уравăш çырми тăррине. || Головка (прыща, чирья). О сохр. здор. Шатрисен вара тăррисем путса анса шуралаççĕ. || Бутон. Якейк. † Уй варĕнче умуççи, тăрри çорăлать — уй толать. Юрк. † Тăрри çурăлаччен ларакан (т. е. шăма кĕпçи), вăрман хӳтти пулакан. Сорм-Вар. Хусантан тухать хура çул, икĕ айăккипе улмуççи, тăрри çурлать (чечеке ларать) — уй тулать. Ала 101. Пирĕнтен каяш йолашки ларччăр тăрри çорлаччен (о „пантьăк кĕпçи“). Кильд. † Хĕрсен арки тивмесен, чечек тăрри çурăлмĕ. Михайлова. † Мăн олăхри олăх кĕпçи (вар. тарăн-варти путран кĕпçи), лартăр тăрри сарăлса. Хамăрпа калаçнă ачисам порăнччăр-и вăхăт çитиччен. || Разница в стоимости более дорогого предмета. Календ. 1904. 50 тенкине вĕсемшĕн банк туленĕ, 5 тенкнне (тăррине) вĕсем хăйсем тӳленĕ. || Борозда (в загадке). Карм. Ани шурă, тăрри хура. (Кĕнеке, çыру). || Кисточка пояса. КС. Тарри янă пиçиххи, пояс с кисточкой. Яргуньк. † Пирĕн арăм пуласси шуп-шурă шупăрпа, хĕп-хĕрлĕ пыçипа, пыçи тăринче шарçи пур. Абыз. Ик йăлтарка, тăват кăчăрка, ик тăрă. || Острие, кончик. Собр. Çĕççĕн тăрри çурăк пулчĕ, йăттăн пуханĕ (?) çурăк пултăр. N. Уксак çын туя тăрринче çӳренĕ пек. Алик. Хĕр калать, тит: тăхăр качака вăç (вот?) килет, мăйри тăрри ылтăн, чĕрни тăрри кĕмĕл. Альш. † Ăçта каян, чĕкеç, васкаса, çунат тăррисене хытарса. Шишк. † Ăçта каян, чĕкеç, çомăр витĕр, ик çонач тăрине йĕпетсе? || Крыша. N. Асанне пӳрчĕ тăрринче çур çăкăр выртат. (Уйăх). N. Лупас тăррисе виттертĕм. М. Тупт. Тăрă е арман тăрри, верх мельницы. Альш. Ăна çавăрса илет те, урхалăхпа пăвса çыхса, ампар тăрринчен çакса хурат тет. Орау. Пӳрте туса пĕтеретпĕр, тăрă çавăрасси анчах юлч. || Баран. 75. Хапхисем тăррине çырусем çырса хунă. || В переносном смысле. Персирл. Тăрри шăтăкрах, тăррине вус посман (глуповатый). Янтик. Сан пăртак тăрри шăтăк пуль, ытла тем-те-пĕр авран. (Гов. в ироническом тоне про человека, который где-нибудь в гостях говорит пошлости или начинает проявлять свое сумасбродство). Ib. Тăрри шăтнă-çке сан! N. Тăрри шăтăк = ухмах. Слеп. Тăрри шăтăк, питĕрмен (дурак). || Употребл. в качестве послелогов: на, над. С. Тим. Арча тăррине ларăттăм. Якейк. Ылтăн йопа тăрăнче ăмăрт-кайăк ларатĕ. Орау. Темскер шутлать пĕлĕт тăрнче. Что-то считает на небе. ПВЧ 96. Хурăн тăрне хпарасси (трудно влезть), хпарассинчен анасси (но еще труднее слезть). N. Осал çырнă, тесе ан кала: ора тăрăнче çырап ал вĕççĕн. Микушк. Ăмăрт-кайăк унăн тăрринчен (над ним) вĕçсе пынă та, вăл мĕн каланисене илтнĕ. N. Эпĕ пуç тăрне кĕреçе тытнăччĕ, кĕреçе шăтман.

тăрăлав

то же, что тăрлав. N. Çын килĕнче ĕçкĕ-çикĕпе сарăлса пурăннинчен мĕскĕн çын хăй тăрăлав капаштаркаласа пурăнни ирттерет (вар.: хăйĕн начар çуртĕнче пурăннинчен ирттерет).

Тăрна шурри

озерцо (кӳлĕ пек). Цив. || Назв. оврага. Янш.-Норв. Тăрна шурри — вар ячĕ; унта ĕлĕк пĕр çын тăрна тытнă, тет.

хаяр

(хаjар), сердитый, строгий, злой; злюка. N. Нумайĕшĕ юрламасăр еррипе таврăнаççĕ, атту кин хаяр пулать, теççĕ. НР. † Пахчи, пахчи, хăяр пахчи, хăяр çисе ӳсрĕмĕр, эх ӳсрĕмĕр, çампа хаяр пултăмăр. Бахчи, бахчи, огуречные бахчи! Питаясь огурцами, выросли мы, потому, видно, злыми мы стали. N. † Усал хаяр пире мĕн каламĕ çукă сăмаха пур туса. Шорк. Вăл пит хаяр, кĕт хирĕçрех каласанах çиленсе каять. Собр. Хуран çинчен çисессĕн, хаяр пулать, теççĕ (строгий, злой, держит в страхе детей и жену, вспыльчивый). Хора-к. Ытла хаяр ан пол, ытла йăваш ан пол. Актай. † Атте карĕ Хусана лаша хӳри тевĕлеме; пичи карĕ пасара хĕрсен хӳри тĕвĕлеме; хам килсе хĕр тытма, çӳç хĕррине кăтрине, кăтрисерен хаярне. || Гневный. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Тантăш лайăх ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Шемексенĕн хĕрĕсене епле хаяр куç ӳкмес. Чураль-к. Эпир киле кайнă чухне хаяр куçпа ан пăхăр. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса кӳрентермен. Сĕт-к. Çăвар толли хаяр сомах. КС. Хаяр чĕлхеллĕ çын, говорящий строго и убедительно. || Грозный. Полтава. Хитре, хаяр куçĕпе виттĕр пăхса шăтарать. Он поле пожирал очами. || Свирепый. Эльгер. Хаяр çил юрри е тискер хумсен шавĕ тăраççĕ пурне те унта хăратса... И. С. Степ. Хаяр çавăрса пăрахас, предотвратить зло. Б. Яныши. Хаяр, сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Дурной, плохой (о слове). Икково. † Çын савнипе, ай, поплес мар, хаяр ята, ай, кĕрес мар. Сред. Юм. Çынпа вăрçса хаяр ятлă полса çӳрес марччĕ. Не следовало бы ругаться, чтобы не распространить дурную славу про себя. Изамб. Т. Эсĕ ялан çынсем хушшинче хаяр ятлă пулатăн. С. Айб. † Ырă тантăшçăм Якку пур, тупнă çĕрӳ ăнмасан, тупакана хаяр ят. Обращается к мужу: если я не понравлюсь и пр. (Хĕр йĕрри). Ib. † Хирте пура пураççĕ, кĕтесси тикĕс пулмасан, ăстисене хаяр ят. КС. Хаяр ят, дурная слава. || Ядовитый, вредный. Ромс. З2. Тапакра сиен тăвакан хаяр япала пур. || Дикий (о голосе). М. Чолл. Сасартăк хаяр сас илтĕнчĕ: Ах, вăрăсем! — терĕ. Изамб. Т. Илче тете хăранипе хаяр сасăпа (благим матом) кăçкăрса ячĕ. Ib. Шыв хĕрринче пĕр чарăнмасăр, кӳнĕ-кунĕпе хаяр сасăпа кăçкăрат. N. Куçне чарса тухать те, Картлаç çине хаяр кăшкăрса калать: Тăр часрах! — тет. А. Турх. Хаяр саспа кăшкăрас, кричать благим матом. || Крепкий (о спиртных напитках). N. Ку сăра пит хаяр, виç коркапах ĕсĕрĕлсе карăм. Пазух. † Пирĕн тăван ĕçки те, ай, пит хаяр, ĕçме хушсан, епле те ĕçем-ши. Такмак. Ĕçкĕр-çикĕр хаяр (крепки), чăтаймăп. || Сильный, проливной (о дожде). Ала 98°. Хаяр çăмăрпа кайса, шăши кĕмен шăтăка шу толтарам,— тесе каларĕ, тет. || Сильно. ЧС. Аслати те хаяр авăта пуçларĕ. Изамб. Т. Е ури-аллине сиктерсен, е ӳксен, е пĕри-пĕри çапса ыраттарсан, е унта-кунта хаяр ыраттарсан, юн-чул шывĕ ĕçеççĕ. || Гнев. Собр. Хаярăн ури саккăр, теççĕ. Ст. Ганьк. Куçран хаяртан, хаярнă куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, кĕве хаярĕнчен, ăншăрт хаярĕнчăн, ăншăртлă тул хаярĕнчен... (Из моленья). || Строгость. Сан хаярна кам пĕлмес. || Назв. болезни. Ст. Чек. Хаяр лексен кăвапаран ыратать, пуçа хĕстерет, сивве шăнтать. Ib. Кăвак çеçкеллĕ, пĕр тĕпрен пулат, хаяр тивсен чăмлаççĕ. Пшкрт. Ута хаяр ӳкрĕ (холодеют ноздри). О сохр. здор. Ах, хаяр ӳкрĕ пулĕ. || Назв. здого духа. Ст. Чек. Хаяра çăккăр параççĕ. Ib. Хаяра хăшĕ çăккăр пăрахаççĕ вĕт. Ib. Халь хаяра пăрахнă ĕнтĕ, ĕлĕк хаяра асăнатчĕç. КАХ. Çырлах, хаяр тавраш, мĕн хаярна ху чарса тăр, тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. Сана, хаяр амăшĕ, пĕр пашалу, виçĕ пăтă паратпăр. Хăвăн ачăна-пăчăна пирĕн выльăхсене сыхлаттар, çырлах! („Карта пăтти“). Пис. Мĕн пур хаяр-хăтар, усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайтăр, çак укçа уйăрлса кайнă пек. Якейк. Пуç ыратсан, вар ыратсан, айăк чикекен полсан, тата çанашкал нумай чирсем ерсен, хаяр вăрăннă, теççĕ. Ib. Хаяр вăрăнса виç-тăват сахат хошшинче вилсе кар. Ib. Хаяр вăрăнса çĕрĕпе упа пак ӳлер. Ib. Хаяр вăрăнсан, хаяр тымарри панă ĕлĕк. N. Унтан кайран: турă хаярне пăтă, турă амăш хаярне юсман: паратпăр,— тенĕ. N. Хаяр, тăм-хаяр, чикен-хаяр, хĕн-хаяр, ăншăрт-хаяр, киремет-хаяр, тĕтĕм епле саланса тухса каять, çавăн пек саланса тухса кайăр. (Наговор против болезни). Т. VI. Шыв хаярĕ, тăм хаярĕ, вилĕ хаярĕ тухса кайччăр. (Из наговора). Ib. Хаяра кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, тарам пуçпа. Хаяр амăшне кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, ăшă питпе, тайлам пуçпа, асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Из наговора). Хорачка. Хаяр çапăнсан, çын сумар полат. См. Магн. М. 113, Золотн. 178. Çăварни. Пĕчĕк тусене те: Пире аслă вырăнта ларакан хаяр путекĕн питĕнчен витĕр! — тийĕç.

хакла

оценивать. прицениваться. Начерт. 180. || Сравнивать. N. Ăслăлăхпа топаза та танлаштарас çук, таса ылттăнпа та хаклама (вар. танлаштарма) çук.

халлан

волноваться. С. Тим. † Тĕнче куртăр — тĕлĕнтĕр, халăх куртăр — халлантар. Шел. 66. Халăхĕсем халланса вĕсем çине пăхаççĕ. Бюрг. Халăх халланат (находится в волнении, волнуется, напр., в ожидании важных событий). || Зариться, дивиться. СТИК. Ан халлан, куçă ӳкĕ. Не сглазь (напр., животное). Хурамал. Пит ӳснĕ тырăран халланаççĕ, епле шеп ӳснĕ, тесе. Ib. Лайăх выльăхран халланаççĕ, ку выльăх манăн пулинччĕ, теççĕ. N. Чаплă кĕрекене ларсассăн, халланса çăварна карса ан лар. || Брезговать, отворачиваться. N. Ĕç-хĕлĕнтен ан йĕрĕн (вар. ан халлан).

халлантар

дать возможность увидеть, заметить. N. Хăйсем вырăнне вĕсен ывăлĕсене курмалла тунă (вар. халлантарнă). СПВВ. Халлантар, хавталлантар, заметить(?).

Харпан

назв. божества. Альш. Харпана така (вар. хырпана така).

хашкулян

(хаш + кулян), вздыхать горестно. N. Ăçта карта-хура çук, унта пурлăх тусать; камăн арăм-юлташ çук, çавăн ниăçта пырса вырăнаçаймасăр хаш кулянса (вар. хашкуланса) çӳрет.

Хыçалти вар

назв. урочища. Бел. Гора. Хыçалти вар ту çинче.

хыçа прахмалла

назв. игры. Якейк. Хыçа прахмалла тесе çак вăйя калаççĕ. Ачасем алăран алă тытса карталанса тăраççĕ. Пĕри хыçа прахакан полать; вăл саламатпа ачасем тавра валтан прик-виç хут чопса çавăрнать, каран саламатне сисиччен пĕрин хыçне прахса хăварать. Тепре çавăрнса киличчен çав ача саламатне корман полсан, хыçа прахакан вăр-вар саламата илет те, саламатпа ачая çапма тапратать. Хыçа прахакан çав ачая хăй вырăнчен тохса карта тавра çавăрнса тепĕр хут хăй вырăнне пырса тăричченех çапать. Ача сиссен саламата илет те, хыçа прахакана хăй валтан тăнă вырăна çитиччен çапат. Каран хыçа прахакан хăй полать.

хыт

затвердеть, становиться твердым. Сĕт-к. Ыраш тĕшши полса çитнĕ те, хыта пуçланă, час вырма тохмалла. Юрк. Çул çине хытнă юр ирĕлмесĕр тăрсан... Лашм. † Йĕтĕн çеçки хытать пуль. СТИК. Хытнă юман. (Говорят о долго живущих стариках). Ск. и пред. чув. 94. Пăсăрлантар Сетнерне.: ĕçре хытнă аллипе ан хапсăнтăр çын хĕрне. || Переносно — привыкать. N. Эпĕр топперĕ хытса çитсе, никкаккой храсси ăша та кĕмест. || Пригореть. Юрк. Чукун çинчи те пăтти пĕр пӳрне хулăнăш хытса каят. Тĕпĕнчен те хытат. Эпир çур. çĕршыв 23. Çĕр хытсах пырать, тислĕкпе çемçетнине юратать. || Об облаках. Б. Олг. Çанталăк ояртат полĕ, пĕлĕт хытма поçлат, вĕрлĕкленет, кашталанат. Череп. Пĕлĕт хытат — как бы сохнут, отходят выше (облака). || Затвердеть после вымочки. К.-Кушки. Арки вĕçĕ хытнă иккен. N. Картусĕ те хытнă иккен, атти кĕлли хăпнă иккен. Кан. Тарпа хытса кайнă тăлисене те çавăнтах типĕтет. Изванк. Пĕр вăрăм хытнă кĕрĕк (заскорузлую) тăханчĕ, хул хушшине тепĕр çĕлĕк хĕстерчĕ. Орау. Унăн тумтирри те тир тăвакансен пек хытса çуталса ларнă. || Окоченеть (о трупе). Альш. Ку тăшмана хытса кайсан, салтса илет, тет те, икĕ аллине икĕ мăйракана тыттарать, тет. || Замерзнуть. Ала 27. Хайхи офицер алăк питĕрме тухнă та, аллине тӳрех алăк хăлăпĕ кĕрсе кайнă, тет те, аллисем вара çилĕмпе çыпăçтарнă пек çыпăçса ларнă, тет, çавă офицер вара çĕрĕпех çавăнтах хытса тăнă тет. Якейк. Картара хытса выртнă. Замерзло в карде (животное). || Умереть. Альш. Якейк. Çын вилсен колса: хытса выртнă вăл, теççĕ. || Потерять чувствительность, лишиться гибкости, отупеть (окаменеть). N. Чун хытса çитрĕ. N. Ури хытса ларнă. Он не владеет ногой. N. Кĕсле-купăс калакансем те нумайччен каламасăр пурăнсан, пурнесем хытаççĕ, теççĕ, вара вĕсем ĕлĕкхи пекех таса калайми пулаççĕ. Сред. Юм. Пӳрнисем авкаланаймаç те, чыстиех хытса ларнă (от холода пальцы не действуют). А.-п. й. 70. Пуян арăмĕ хăранипе пĕр вырăнтах хытса тăрать. Ст. Чек. Ку хăраса хытса каят те, хăйне мĕн пулнине каласа парат. N. Вар-хырăм веç хытса ларса. || Забываться. Шарбаш. Ваççан аякра пурăнса чăвашла чĕлхе хыта пуçланă, тет. || Стариться (о пиве). Пшкрт. Сăра хытат (стареется). || Стать недоступным. N. Вăрман та хытса çитрĕ, тесе, хуйхăрнă старик. || Скупиться, скряжничать. N. Ытлашки хытса пурăнса, апат та çиместĕн-çке эсĕ. КС. Эпĕ кăçал питĕ хытса пурăнтăм: хĕлле ĕçкĕ туман, хам та хăнана каймарăм, кĕркунне хамăн пусса çиес выльăха та пусса çимерĕм. Вишн. 60. Çавăн пекех лашасене те йăвăр ĕçленĕ чух, е йăвăрпа çула çӳренĕ чух, хытса туса тăма юрамасть. N. Ма илместĕн ку япалана, хытса тăратăн (скупишься). В. С. Разум. КЧП. Хытрĕ-хытрĕ пĕр пуян, çапах пуйса çитеймерĕ, укçине хураха парса ячĕ. N. Çынсем пек хытса пурнаймарăм. Сред. Юм. Хытнă — 1) стал скупее, 2) затвердел, З) помер (в насмешку).

хирĕç

(хирэ̆с’), против. Регули 1304. Эп старика хирĕç лартăм. Ib. 1303. Çиле хирĕç килтĕмĕр. Вăл мана хирĕç килчĕ. N. Сăмсапа сăмса хирĕçех тăмалли çĕре лекрĕмĕр. || По направлению к. Альш. Çухрăм çурă çав яла хирĕç килтĕмĕр. || В (предлог). К.-Кушки. † Тăва хирĕç килтĕмĕр, çавăнпа утсем ывăнчĕç. Альш. Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, тăва хирĕç туртĕ-и-ха? || Лицом к. Юрк. Тӳртĕн ан вырт, хирĕç вырт. Ой-к. † Арăм та хитре тесе, хирĕç пăхса кулас мар. N. † Хирĕç пăхса авăтать. Кукует, обратившись к ним головой (противоп. тӳртĕн пăхса). Чураль-к. † Хирĕç пăхса кулакан пирĕн варлисем мар-и çав? N. † Тури касăн хĕрĕсем качча хирĕç тăраççĕ, пирĕн касăн хĕрĕсем качча тӳртĕн тăраççĕ. || В сравнении. Рак. Ăна хирĕç нимĕн те тăмас вăл (не стоит). БАБ. Чӳк тавраш кĕллине çав старике хирĕç ăсти пирĕн ялта та çук. N. Начар сухаласан лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать, уна хирĕç начар çĕрех лайăхрах тĕплерех сухаласа тырă аксассăн унта та тырă лайăх пулĕ. Юрк. Кĕсем вĕсене пăхнă çĕрте саманине хирĕç пит пысăк патшалăхпа пурăннă. || В ответ, в ответ на. N. Мĕншĕн эсир ырра хирĕç усал турăр? Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ. Вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать сассисене илсе. N. Вара ăна хирĕç упăшки: эпĕ, терĕ, нимĕн те калама пĕлместĕп, терĕ. Юрк. Хирĕç (в ответ) çапма çук (т. е. дать сдачи), нимĕн тума хал çук. N. Мĕн пурне те хирĕç калать, хăйне курас çук. (Сасă). А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки. Ib. 21. Тепри çаппа çăтăр-çăтăр хуç-каласа хирĕç калать: Эпĕ халь тин çичĕ кашкăр çирĕм те, сан валли юлчĕ-ши ара? — тет. Ib. Халь çавсене тытма каятăп,— тет кăна хирĕç утар хуçи. || Навстречу. Баран. 26. Хăй çавăнтах кашкăра хирĕç пĕр кĕтӳ йытă кăларса ярать. Ала 63. † Кĕтнĕ те хăнăр пулсассăн: килях та, тесе, чупса тух. Кĕтмен те хăнăр пулсассăн, пире те хирĕç чупса ан тух. Байгл. Часăрах хирĕç тухрăм та, мĕн пулнине каласа патăм. Имен. Аçуна кала, вăл мана хирĕç ан тохтăр. Ib. Тол çутăлма пуçласан, çынсам хирĕç пума ( = пыма) пуçларĕç. ГФФ. † Хирĕç тохма Натьок пор. Выйти (мне) навстречу — у меня есть Надя. А.-п. й. 9. Ăна хирĕç мулкач пырать. Ib. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. Ib. 11. Пырать кĕсене хирĕç упа. Регули 1303. Вăл мана хирĕç килчĕ. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухрĕ. || Наперекор, против. N. Нумайĕшĕ ăна хирĕç пыраççĕ. Сунт. Эпĕ мĕн, эпĕ хирĕç мар. || Баран. 124. Упа лăпкă пурнăçа юратать... Хăйне пит хĕсĕк киле пуçласан тин хирĕç тапăнать. || N. Малалла ăшша хирĕç мар, сивве хирĕç. || N. Шăматкуна хирĕç эрнекун. Якейк. Эрнекона хирĕç карăмăр. Поехали в четверг вечером. N. Шăматкуна хирĕç каç. || На. N. Вăл мана хирĕç сиксе тăчĕ. || Изамб. Т. Хирĕç йывăç çурăлмасть. || Вредный, приносящий вред, зло. N. Пур тĕрлĕ хирĕç хаяра та сирсе яр. || Упрямый, назойливый. N. Унăн ачи хирĕç. Его мальчик упрям, назойлив. Ib. Хирĕç çын. N. Хирĕç = кутăн. N. Хирĕçрех çынсем, неуживчивые люди. || Упрямство. N. Хирĕçĕ пур унăн. Упрямство у него есть. || Близкий, кровный (о родстве). N. А хирĕç брак не разрешался и в очень дальних степенях родства.

хирĕç

противиться, артачиться, перечить. Шел. II. 63. Япалисене сутас мар тесе, ашши тем пекех хирĕçет (страшно противится продаже вещей): N. Кам вĕсене хирĕçет, çав пире те хирĕçет. || Расстраиваться. N. Манăн пĕтĕм ăшчик хирĕçнĕ. У меня все нутро ходит. Завражн. Варă-хырăмсем йăлтах хирĕçсе карĕç. N. Нумай çисессĕн, вар та хирĕçет ( = ыратать, хырăмра кĕрлет). || Ссориться, вздорить, жить в ссоре, испортиться, не ладиться, стать неудачным. N. Çеме хирĕçсе кайсан, пурăнăç хирĕçсе кайрĕ. N. Выльăх хирĕçет, этем те çиленет. Сред. Юм. Порнăç пĕр хирĕçме пуçласан, хирĕçетех о: пĕлтĕр ини вилчĕ, кăçал каллах лаши вилсе кайрĕ. КС. Пурăнăç хирĕçсе пырать, не ладится жизнь. Ib. Паян ман ахаль (ни с того, ни с сего) ĕç хирĕçсе пырать. Ст. Чек. Ĕç хирĕçет (не везет). N. Эсĕ кӳршĕсене пирĕн çинчен хирĕçсе калаçмалла турăн. Учите детей. Ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕн тăвас тенĕ ăна тума вĕреннĕ ачан ашшĕ килĕнчен пĕрре ярса пуссанах хирĕçмелле пулать. Кан. Буржуйсен хаçачĕсем çапла тунăшăн питĕ хирĕçеççĕ. N. Мĕн хирĕçетĕр (вăрçатăр) пустой! || Капризничать (о ребенке). Альш. Тем пулчĕ ку ачана, хирĕçрĕ, йĕрет, тапкаланать, ним парса нимĕн юраттармалла мар (капризничает).

холхан вар

назв. поля. Чуратч. Ц. N. Холхан вар = Хорлхан вар.

хум

хом, волна, вал. N. Тинĕс хумĕ çапса ӳкернĕ пек, хытă юстарнă вĕсене. N. Хум çапса киме шыв кӳрте пуçланă. Орау. Шыв хĕрĕнче ларса хумпа килсе ӳкессе кĕтет ку çын укçана. N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. N. Халь тинĕс хĕрĕнче тăратпăр, тинĕс мĕле хом ярнине пăхса. Шурăм-п. Шыври çĕлен хум ярса, хыттăн ишсе тухрĕ, тет. КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит... Ib. Тинĕс хумне çапмарăм, çăлтăрсене тивмерĕм, эпĕ ача сыхларăм, ун сăпкине сиктертĕм. Изамб. Т. Çырмара хум хумхана пуçланă. N. Хумсем çыр хĕрне тухаççĕ. Волны набегают на берег. N. Ăна хумсем çыран хĕрринелле кăларса çапнă. Альш. Кăвакарчăн шыв ĕçет, çуначĕпе хум çапать. Макушк. Пурçăн çунатлă шур хурчăка ик çунатне çапать те хум ярать. УМ. Çĕршыв тăрăх савăнăç хумĕ кĕрлет çĕклесе çынсене. || В удвоении — волнуюшийся. Сорм-Вар. Хум-хум кĕпер, хум кĕпер, хумханмасăр каçмарăм; çӳл-çӳл кĕпер, çӳл кĕпер, çӳçенмесĕр каçмарăм.

хуп чӳрече

хуп чӳречи, лубяное окошко. Н. Хораз., Сорм-Вар, Изванк. Хуп чӳрече хыçĕнче ула йытă выртать, тет.

хур пул

осрамиться; оказаться несчастным, униженным судьбой. Бур. Хурăн ӳссе пысăк пулать, сарă ача ӳсе-ӳсе пысăк пулать, савнине илеймесĕр хур пулать. СЧУШ. † Хураях та лаша, хура пĕкĕ, хур пулмĕ-ши ямшăк аллинче. Рак. † Ĕнтĕ йăвăç ӳсе-ӳсе пысăк пулат, çулçине тăкаймаст — хур пулат. С. Дув. † Вăрман ӳсет, ӳсет, пысăк пулат, çулçине ярамасть — хур пулать. Сарă хĕр ӳсет, ӳсет, пысăк пулать, савнине каяймасть — хур пулать. Юрк. Çынна култарăн, темĕн курса тăрăн, хур пулăн, ан кĕреш! ЧП. Пире илен хур пулмĕ. ЧП. Ăрăскаллă пуçăм хур пулмĕ. || Подвергаться плачевной участи. ТХКА 113. Çак çăпата сапласах çак шыв хĕрринче хур пулас марччĕ пирĕн. Как бы нам не подвергнуться плачеввой участи, валандаясь на берегу с починкой лаптей. || Впасть в несчастье. Юрк. † Салтака кайрĕ, хур пулчĕ. Пазух. † Урам варри вар пулчĕ, пире саван хур пулчĕ. || Погибнуть. Ст. Чек.

Хоратом

назв. деревни. Шибач. || Назв. оврага. Якейк Хоратом (вар). || Назв. поля. Панклеи.

Хора тăван

назв. долины (вар) около д. Якейкиной.

Хорлхан вар

назв. поля. Чурат. Ц. N. Хорлхан вар = Холхан вар.

хуçкалан

гнуться. Риккошкăнь-Янасал. † Вар пуçĕнчи вăрăм йăмри авкаланать, хуçкаланать (гнется-пригибается), çиле йоримасть (не может ветру угодить). Собр. Алăкран кĕтĕм, хуçкалантăм, урай сыппине çитрĕм, хуçкалантăм. (Алăкран сивĕ кĕни). || Упражняться. Чем люди живы. Пăртак хуçкаланса ăшăнкала-ха (разомнись, погрейся). || Изгибаться. Ердово. Вăлта холли пӳвĕм пор, авкаланать, хоçкаланать, той илемне вăл кӳрет. Ск. и пред. чув. ЗЗ. Икĕ çырма хушшине пуçтарăнаççĕ маттурсем, йăваш чăваш ывăлсем хуçкаланса ташлама. || Ломаться, кривляться, вихляться, жеманиться. N. Çĕмĕрт хулли Алекçи каялла-малалла хуçкаланать, ниçта кайса кĕримастĕ, Кулина патне кайса кĕрет. ГФФ. † Окошки омĕнчи олмаççи авкаланать, хоçкаланать — йориймасть, кил хоçине йориймасть. Ял варĕнчи сар каччи авкаланать, хоçкаланать — йориймасть, кил хоçине йориймасть. Яблоня, что растет пред окнами, к гнется, и вихляется, а не может угодить хозяину. Русый парень, живущий на середине деревни, и вихляется, и ломается, а не может угодить хозяину.

хут

то же, что хурт, пчела. Б. Янгильд. Пирĕн хут патне вар тăрăх каяс пулать.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хӳлеçĕн

тихонько. Сорм-Вар.

хӳнеме

теща. Сорм-Вар. Татрăм илтĕм пĕр мăйăр, хӳнемене юраймарăм.

хăякăн

хăяккăн, на боку, боком. Сорм-Вар. Хăякăн тиякăн, пуп весерле. (Сак). Ib. Хăякăн тиякăн, насмешка над диаконами. Урмай. Хăякăн та тиякăн, пуппа майри месерле. (Сак ырати). N. Ашшĕпе амăш хире-хирĕç пăхса тăраççĕ, ачи-пăчи хăяккăн выртать. (Урай, мачча, сакă). Трахом. Пуçне мĕскен хăяккăн чалăштарайса çӳрет. Ст. Чек. Хăяккăн (искоса) пăхса иртет. Б. Олг. Хăяккăн выртатăн-ăç, выртсам чипер! Тюрл. Хăяккăн тротрăм (не плашмя). Хурамал. Хăяккăн кăна выртать вăл, ĕçлет-им! теççĕ (о ленивом). Ст. Чек. Хăяккăн выртса ирттермен (на боку, без дела). ГФФ. † Хора лаша кӳлсе тохсан, хăяккăн выртса çапса пырсан, ай, тор-тор, çавăн чух чон тархать-çке. А вот когда выедешь на дрянной лошаденке, лежишь на боку и все хлопаешь ее кнутом,— боже мой, какая тогда берет досада! ГФФ. † Усал арăм лартса тохсан, хăяккăн ларса пăхса пырсан, ай, тор-тор, çавăн чух чон тархать-çке. (Авалхи юрă). Если выедешь с некрасивой (плохой) женой, а она сидит, отвернувшись в сторону,— боже мой, какая тогда тебя берет досада! (Из старинной песни). ГФФ. † Çакă ялăн хĕрĕсем копста лартнă, çомламан, качакисене кӳртсе янă. Копста çулçи хăяккăн, тымаррисем çӳлелле,— ăçтан копста полийрас? Девушки в этой деревне капусту-то посадили, а не пололи да еще впустили коз. Листья у капусты повалились, корни кверху торчат — где тут уродиться капусте. А.-п. й. 21. Хăвăртрах хăяккăн каялла чакса, çапă купи хыçĕнчен тухать те, вăшт кăна вăрман ăшнелле вĕçтерет.

хăйма корĕк

мать-и-мачеха (растение). Сятра. Якейк. Вар пуççинче чиккинче хăйма корĕк шăтнă, тет.

Хăмăшлă вар

назв. местности (оврага). Эпир çур. çĕршыв 20. Çав кӳлĕрен мал еннелле Хăмăшлă вар ятлă улăх çĕрĕ выртать.

пиçнĕ хăмла

пиç хăмла, вареный хмель. Сорм-Вар. Пирĕн инкен тӳшек çук, тӳшек пур та пиç хăмла.

хăнтăр амак

хăнтăрмак, назв. болезни. Ст. Чек. Хăнтăр амак, ăш ыратат (после еды под ложкой), хирсен каят. Хиреççĕ таким образом: больной стоит, скрестивши руки на груди. Другой подходит и правую свою руку (ал тунине) прижимает тою стороною, где алă тӳрчĕ, к спине больного, другую же руку (левую) прижимает к сложенным на груди рукам больного и, подаваясь корпусом назад, приподнимает больного. N. Хăнтăр амак, ăш хаярăн ыратат. 1) Хирĕлеççĕ: пилĕк тĕлĕнчен, хыçалтан патак урлă хурса икĕ алăпа чавса хутламĕ тĕлĕпе тытса малалла туртаççĕ, пуç, кăкăр вара хыçалалла каят, çавăн чухне шăтăртатат та, хăнтăр амак пулни иртет. 2) Çын йăтат: хăнтăр амак пулнă çын аллисене кăкăр çине, сулахай алли вĕçне сылтăм хул айне чиксе, сылтăм алли вĕçне сулахай аллин чавса хутламĕ тĕлне хурсан, тепĕри, унтан вăйлăрахĕ, ун хыçне тăрат та, хăрах аллине хăй кăкăрĕ çине лешин çурăм лапашкин аял вĕçне пулмалла хурат, хăрах аллипе лешин аллисенчен тытсан, хăй хыçалалла сулăнат, лешĕ вара çĕкленет; кăлт-кăлт çĕклеççĕ, хăнтăр амаклин кăкăр кĕлеткинчен аяларах кăлт-кăлт çĕкленĕ чух шăтăртатат, çĕкленĕ чух сурат, шăтăртаткаласан (виçĕ хут шăтăртаттараççĕ) вара чирĕ иртсе каят. Сред. Юм. Хăнтăр амак полсан, çынна каçанĕнчен тытса çĕклеççĕ те, вара каçан шатăртатат, ăна хăнтăр амак ватрĕ теççĕ. Ib. Хăнтăр амак пôлсан вар ыратать, хыçала каçана ôрлă патак тытса авăнсан шăтăртатать те тӳрленет.

хăр-хам

подр. рычанию и лаю собаки. КС. Йытăсам хăр-хам тăваççĕ (рычат и лают). Яргуньк. † Йăтти хăр-хам! терĕ тет. Якейк. Йăтă хăр-хам тет. Сорм-Вар. Хăр-хам тесе вĕрсе ячĕ.

хăр-хум

подр. рычанию. Б. Илгыши. Пĕр çын иртсе кайнă чух йăтти хăр-хум тенĕ тет. Сорм-Вар. Хуп-чӳречи хыçĕнче ула йăтти выртать, тет, пĕр çын иртсе каять, тет, хăр-хум! тесе каларĕ, тет.

кĕленче курка

стакан. N. Кĕленче куркана [вар. к. к. çине) шыв тултарнă (янă). N. Кĕленче курка ăшне шыв янă.

кускала

коскала, учащ. ф. от гл. кус, кос. Пшкрт. Мĕн коскалан? Что ты бегаешь? N. Начар çын нимĕн тума пĕлмест, кускаласа çӳрет анчах (забегался). Ст. Айб. Пĕчĕккĕç кинĕм пур, алăкăн-тĕпелĕн кускалать. (Шăппăр). Сенчук. Икĕ кинĕ пăхса тăраççĕ, хуньамăшĕ кускала (= чупкала) çӳрет. (Алăк янаххисемпе алăк). Ст. Айб. † Кинĕмĕр те чипер çавă пур, парни-сарки çитмесен, çӳпçи тавра кускалать, ик пĕççине шарт çапать. Ядр. Кăлтрик-кăлтрик (вар. кăвак-кăвак) кăвакарçăн, ик çунатне шарт! çапать. Шемшер. † Кулук-кулук (вар. кулик-кулик) кăвакарчăн, шушлăх (вар. шуçлăх) тăрăх кускалать Бр. п. водку 14. Йытă пек кускалама, те (разве) сирĕн тарçă эпĕ? || Вертеться (вокруг чего). ПВЧ. 86 Хуньăм хĕрĕ, ай, хура хĕр, хуран тавра кускалать. Ib. 108. Çак ял хĕрĕ (девицы) коскалать пирĕн арăм поласшăн.

куç курми

куç корми, встр. в чувашизмах. Мижули. Вĕсем çине куç корми полачченех нисталла пăхмасăр пăхса тăратăн (смотришь пристально, не спуская глаз). К.-Кушки. † Каймĕ, каймĕ, тиетчĕç, —кайрăмĕ-çке каясса — куç курми çĕр (вар. çĕре) пулмарĕ. N. Куç курми пулачченех пăхса тăраççĕ. Чăв. й. пур. 31. Çутăличченех тухса кайса, куç курми тĕттĕм пулачченех ĕçленĕ. Выехав с рассветом, он проработал до наступления совершенной темноты.

куçла

(-ла), смогреть, следить, высматривать. ЧП. Утă çулма тăрсассăн: çава касмасть, теминччĕ, хир куçласа тăминччĕ (она). Ст. Чек. Хăй, вăрман айне (под дерево) выртса, лашине куçласа тăнă, тет. N. Ст. Шаймурз. † Хĕрсем çинчен куçне илмест (вар. куç сиктермест): хĕр куçлаттăр вăл ача. N. † Мĕшĕн çын çине пăхатăн, элле ху савнине куçлатна (высматриваешь свою возлюбленную)?

кута-кутăн

ногами вместе. Собр. Утмăл тутар кута-кутăн выртĕ (вар. выртать. Мачча хăми).

Кушкă

(-кы̆), первоначально — имя мужч., теперь — назв ряда селений в Чувашск. и Татар. республ. Буин. Кушкă — сын Тăмпая, основателя деревни. К.-Кушки. † Кушкă шывĕ аслă шыв. Ib. Кушкăра выртса каян ырăсем. Альш. Кушкăри ырсем — пăтă, шерпет, сыппине юсман, вăталăхĕ, кĕçĕн ырсем (вар. Кушкăри ырсем юсман, шерпет; вăтăлăхĕ юсман шерп. Кĕçĕн ырс. юсман шерпет).

кушма

кошма, большой войлок. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче сăрлă çуна, çиттийĕсем шур кушма. СПВВ. ТА. Кушма = пысăк кĕççе. Ст. Ганьк. † Шап-шур (вар. шап-шар) кушма çийĕнче маттур манит суйлат-çке. Ала 66°. Çак юрăсене пĕтерсен, картиш варрине кушма сараççĕ те, хĕрпе качча мăн кĕрӳ çавăтса пырса, тăратать çав кушма çине.

кӳпĕн

раздуться, разбухать. Хурамал. Кӳпĕнсе вилчĕ! Шыва кайса, шыв ĕçсе вилчĕ. Умер с распухшим животом. Т. II. Загадки. Пӳрт хыçĕнче (вар. аяккинче) кӳпĕннĕ (вар. кӳпнĕ) сурăх выртать. (Юр кĕрчĕ). Ib. Тĕп cакă айĕнче кӳпĕннĕ сысна (с вздутым брюхом) выртать. (Пичке). Скотолеч. 27. Хырăм кӳпĕнни. Изванк. Лашисем хырăмĕсем кӳпĕне-кӳпĕне вилччĕр, тесе, ут витине çăмарта пырса чикеççĕ. К.-Кушки. Сăра ĕçсе кӳпĕннĕ. Надулся пива. Раздуло от пива.. Ib. Сурăх кӳпĕннĕ. Овцу раздуло. Изамб. Т. Выльăх кӳпĕнсен, ăна супăн шывĕ ĕçтереççĕ. Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Арăмĕ унăн мухтанать: манăн укçа кӳпĕннĕ сурăх пек, тет (очень много?). Ст. Чек. Лаша кӳпĕннĕ (объелась, и ее раздуло). || Обожраться. Скотолеч. 27. Кӳпĕнсе кайнă выльăха хăваласа çӳрес пулать. О пьяницах. Ĕçе-ĕçе кӳпĕнет. Напивается через меру.

кӳптер

понуд. ф. от гл. кӳп. Скотолеч. 8. Хырăма кӳптерекен апата çисе, вар ыратсан. || Давать жрать или глохтить, «напарывать». N. Манăн хăна пеккисем пурччĕ-ха, çавсене кайса кӳптермелле. У меня есть кое-какие гостишки; надо пойти их напороть (т. е. накормить, напоить). Синерь. Арăм хытă сасăпа кăçкăрса пăрахрĕ, тет: кӳптернĕ! (дала жрать, собакам). Йӳç. такăнт. 12. Такамăн нумай-çке сана кӳптерме!... Орау. Шатуна (этого одра) кӳптерни те ахалех (не стоит), виç тăрăх вутта (три плахи дров) та туртаймасть! (Гов. о лошади). N. Митук вăрттăн-вăрттăн çаратса, йӳнĕ хакпа çуксенчен çĕр тара илсе, кантуртисене кӳптерсе пуйнă.

кăвик

(кы̆вик'), подр. крику утки, воркованью голубя, крику совы. Собр. † Кăвик-кăвик кăвакал, ăçта каян, кăвакал? Чураль-к. † Кăвик-кăвик кăвакарчăн, сан кил-çуртсем ăçтарахра? Ырă çын пӳрт маччийĕнче. Альш. † Кăвик-кăвик кăвакарçăн урисем, кĕпирнаттăрăн хĕрлĕ туйисем. Сорм-Вар. Кăвик-кăвик кăвакарçин, çӳле кайăп, вăль вăльăп (так!). Пазух. Кăвик-кăвик тăмани арпӳклинче чĕп сыхлать. Альш. † Кăвик кăвакарçăн вĕçтертĕм. Кĕвĕсем. Çĕр çĕклейми пӳртĕн ăшне кăвик кăвакарчăн та яртартăм!

кăлхан

(кы̆лhан), назв. какого-то лечебного корня (тымар). Слеп. Кăлхан — сиплĕ (вар ыратсассăн) полать, çăтăрр! (с'ŏдŏрр) çăвар ăшне пĕçертет вăл (имеет жгучий вкус).

кăн

(кŏн, кы̆н), вытянуться, выпрямиться, разогнуться. Н. Седяк. Кăннă = авни чăсăлнă. Тюрл. Пĕкĕ кăнса (кŏнза) каять, чарăлса. Ib. Çона пуç кăнса кайнă. Изамб. Т. Пĕкĕ кăннă (разогнулась). Тускел. Кăннă. Раскрутилась развилась (веревка). Ib. Пăяв вĕçĕ кăннă (конец веревки развился). || Протянуть согнутую руку (а чăс — протянуть опущенную руку). Синерь || Умереть. Н. Седяк. Кăннă = вилнĕ. СПВВ. МА. Ку çын кăнса выртнă. Вилсе выртнă. N. Кăннă — умер или, вернее, окочурился. КС. Вăл кăнчĕ (умер. — Это слово употребляется для выражения иронии, злорадства и безучастнсго отношения говорящего к предмету суждения). ЩС. Иртнĕ пасарта икĕ çын кăннă, тет (отправились на тот свет). СПВВ. Кăнса выртнă (умер). N. Кăнчĕ вĕт (= пĕтрĕ)! || Отвердеть (от усталости, о ногах). Сред. Юм. Пит нăмай ôтсан, кансан, пĕтĕм ôрасĕм кăнса каяççĕ. || Тет. Вар кăннă (кŏннŏ). Овраг прошел? (весною). || Выдыхаться. Сред. Юм. Сăрана, нухрепрен илсе тôхса, çич сакăр сехет лартсан (дать постоять), кăнса (у др. хытса) каять СПВВ. ФВ. Кăннă тесе, сăра е эрех сӳрĕлнине калаççĕ, тата авнă япала тăсăлсан та: кăннă, теççĕ; çуна тупанĕ кăннă, теççĕ. Изамб. Т. Сăра кăннă (= сĕвĕрĕлнĕ). N. Сăра кăннă (говорят про пиво, когда оно долго простоит в теплом месте и потеряет свой приятный вкус).

кăнтар

(-дар), понуд. ф от гл. кăн; вытянуть, протянуть, натянуть; торчать. Сред. Юм. Мĕн пуçна кăнтарса тăран ôнта (вытягиваешь?), корман-и-мĕн эсĕ япала? Пазух. Манăн хура çӳçĕм кăтраччĕ, тура пĕлмесĕр те кăнтартăм. Хочаш., Качал. Ыйткалакан (нищий), панине илес тесе, аллине кăнтарать. И. Р. Роман. Аллуна ан кăнтар! теççĕ, пĕри çапма хăтлансан (= рукам воли не давай). Ib. Паракан аллине кăнтарать. Ib. Пуçтаракана, аллине кăнтарса пĕр татăк çăккăр парнĕ (= пачĕ). N. Ленин аллине кăнтарса тăрать (аллине тăсса кăнтарса тăрать, на памятнике). N. Пит вĕриччĕ, патнелле алла кăнтарсан (если вытянешь, протянешь руку), катаранах алла пĕçеретчĕ. Ефремова (Алик. р.) Парас çук-тăк, аллуна мĕн кăнтаран? Сред. Юм. Сăрана ăшă пӳртре лартнă та, кăнтарса янă (у него потерялся хороший вкус; у др. хытарса янă). Альш. Пуса тарасисем кăнтарса тăни курăнать вара (в таком случае) рамран. Шибач. Пир кăнтарса хотăм. ЧП. Варринчи çăл патне (вар. кутне) шур пир кăнтартăм. Чăв. йум. 1924, 55. Амаçури хĕрне пиррине кăнтарнă кумнă чухне йăнăш туса парать. СПВВ. Кăнтарса = кăмтарса. Тайба. † Татăк, татăк улача пĕр кăнтарса тĕртнĕ пек; çакă ялсен хĕрĕсем пĕр хурана кĕнĕ пек. N. Çӳлĕ çĕрте кăнтарса тăракан шĕчĕ (= шăчă) çил вĕрнине чăтаймасть. Альш. Пит çăмарти шăммисем тăраççĕ ик енче кăнтарса (у чуваш). Йуç. такăнт. 34. Аллине кăнтарсах тăрать. Хĕн-хур. 104. Итрен (имя мужч.) кăнтарнă пырать тукшана. Чакка (имя мужч.) чавкăнать çумри хушшалла. || Переносно — положить начало. Тюрл. Паян сохана кăнтарса хорас (надо начать пашню). N. Пӳрт никĕсне хускатнă (= кăнтарнă, т. е. стали делать; ака кăнтарнă (= акана тухнă). Г. А. Отрыв. † Шурă киçипрен (из бумажной пряжи) шурă пир эпĕ кăнтартăм, кăнтартăм та, куçран кăлартăм. Хочаш. Пирĕн çипе (пряжу) сӳре çине карнине кăнтарас теççĕ. || Убить, укокошить (заставить протянуть лытки). || Уговорить. Изамб. Т. Ача йĕне чухне ăна, кăнтарас тесе, япала (что-нибудь) параççĕ; вăл вара кăнат, йĕме чарăнат. Ск.и пред. 72. Атте-анне ухмах çав, мĕн каласа кăнтарас?

кăп тияк

или кăп-тилек, неизв. сл. в загадке. Тогач. Кăмака çинче кăп тияк (вар. кăп-тилек) ларать. (Кушак). См. еще кап-тилек. ТММ. Кăмака çинче выртакан старике «кăмака çинчи кăп-тилек» теççĕ. Яргуньк. Кăмака çинче кăп-тилек, сак çинче сак-тилек (кушак). Первоначально, вероятно, яз. имя женщ.

кăрла

(кŏрла), шуметь (резко). Хорачка. Ай-ай, кăрласа килет, аслă çамăр килет. Торп-к. Унтан вут кăрласа (кŏрлаза) çонма тапратрĕ, тет. Сятра. О-ой, пăр (град) кăрласа (кŏрлаза) килет! || О быстро едущей телеге. КС. Лаша хыт чупсан, урапа кăрласа (кы̆рлаза) пырать. См. тăрлат. || Издавать особое урчание (о животе). КС. Вар кăрлать [(кы̆р-) об особых звуках, когда говорят, что «пӳсĕр çиет». Бывает не только у одних киляков].

кăсамăк курăкĕ

назв. раст. thlaspli arvense. Ст. Чек. Кăсамăк курăкĕ [кĕсен (вар. кăсамăк) чирĕнчен]. См. хаяр вăрри. Ц.И. Орл. Кăсамăк курĕк. Кăсамăк тесе, ачасене сарă шывлă кĕсен тухат пичĕсене, çавна калаççĕ, уна ярас пулсан, çак курăка вĕретсе, ун шывĕпе çăваççĕ.

кăтлари

неизв. сл. в загадке. Собр. Пури хĕрринче (вар. хĕрĕнче) кăтлари (вар. кăтларĕ. Сухал).

кăчăртăм

подр. звуку серпа; встр. в загадке. Сорм-Вар. Кăчăртăм пăртманек. (Тыр вырни). Правоп. очень сомн., см. кăчăрттăм.

кăштак

беспорядок? Курм. Урмаево. Сӳс пилĕк тĕслĕ пулать: 1) кăштак — начарри, аçлăк тума юрать; 2) лапташки — унтан йĕм тума юрать; 3) палчес — кĕпе тума, йĕм тума юрать; 4) штульпи — çинçе кĕпе, сурпан тума юрать; 5) вар (вар') — самое лучшее, из которой получается тонкая ткань.

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

кĕперлĕ

(-л'э̆), имеющий мост. || Яргуньк. Ир тăчĕç, тит те, ылттăн карлăклă, йĕс кĕперлĕ кĕпер курчĕç, тит (вар.: йĕс карлăк, пăхăр кĕперлĕ кĕпер пур, тет).

кĕпĕм

(-бэ̆м), узор вокруг ворота на груди рубахи. Г. А. Отрыв. Кĕпĕм тесе, кĕпенĕн кăккăр умĕнчи касса уçнине тавра кĕпĕм тăрри тĕрленине калаççĕ. Кора-к. Михал мир тавра, Варвари вар тавра. (Кĕпĕм).

Кĕрен уй

назв. оврага (вар) около д. Хирбось, Вурнар. р.

Кĕтĕквар

(кэ̆дэ̃к-вар), назв. оврага, расположенного на выгоне с. Городиш, б. Буин, у. || Назв. поля. Нюш-к.

кĕттĕр

кĕттĕрĕ, то же, что кĕтрĕ (3 л. ед. ч. прош. вр. действия от гл. кĕт). Сорм-Вар. † Анне апат пĕçерчĕ пуль, кĕттĕр, кĕттĕр —сивĕнч(ĕ) пуль.

кĕшĕрт

подр. неожиданному появлению. Коракыш. Ку çын пырать, пырать, пĕр вăрман виттĕр тухнă чухне, пĕр вар вĕçĕнчен кĕшĕрт пĕр çын сиксе тухнă. См. кăшăрт, кăштăрт.

клилен

назв. духа. Альш. Мăн клилене çунатлă хур (вар. çунатлă кайăк). См. кĕлилен.

тăхна

то же, что тухья. С.-Устье. Тăхăр йĕрке тăхна, тăри йăва çавăрчĕ, вар пуси пак çӳçĕме кăткă йăва çавăрчĕ, майра сăнĕ пек сăнăма хурăн сари çапăрĕ. (Выражение печали в сказке).

тĕвик

звукоподраж. ЙФН. Тĕвик-тĕвик тăмана, чăхсам тĕлне пĕлмесĕр арпа ӳклинче çĕр каçнă. Собр. Тĕвик-тĕвик тăмана, арпалăхра чăхă сыхлат. Чураль-к. Тĕвик тĕвик тăмани, арпа ӳклинче чăх сыхлать, чăххи чее тыттармасть. ЧП. Тĕвик-тĕвик тăмани, чикмек тăрринче çĕр каçнă. Сорм-Вар. Тĕвик-тĕвик путене, санăн йăву ăçтарахра? Тылла пуççи çийĕнче. Пазух. † Тĕвик-тĕвик текерлĕк, текерлĕк, ăçта каян, текерлĕк, текерлĕк? Торп-к. Тĕвик-тĕвик текерлӳ. Ядр. Тĕвик-тĕвик текерле, текерле те месерле, тем тесен те месерле. Шел. II. 133. Çӳлтен текерлĕксем тĕвик-тĕвик! кăçкăрса, пирĕн çине пăрăлтатса, вăшлатса вĕçсе анса, çӳлелле хăпарса каяççĕ. Сет-к. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен тĕвик! тесе кăçкăрать. || Пазух. † Шывра тĕвик: кăшкăрать, шыв типессе сиснĕ пуль. Ib. † Çӳлте тăвик кăшкăрать.

тĕлтре

то же, что тĕлте. (См. тĕл). Сорм-Вар. Тĕвик-тĕвек текерлӳ, санăн йăву хăш тĕлтре? N. Ман тĕлтре кайăк килсе ларчĕ. Надо мною села птица. Эльбарус. Анчах йĕркипе ĕçлесе хăш ĕçне мĕлле тĕлтре ĕçлессине пĕлсе, çапах пĕтереççĕ. СПВВ. Тĕл; пĕр тĕлте = тĕлтре.

Тĕмел

неизв. сл. Отсюда: Тĕмел вар.

тĕммек

сл. неизв. знач. Отсюда: Тĕммек вар.

Тĕммек вар

назв. оврага в бывш. Шибылгинск. вол. Цивильск. у. (будто бы вм. чӳлмек вар, ибо бросали здесь горшки, в коих варили пищу киремети).

тĕп

звукоподраж. Б. Олг. Стуел çине чăмăрпа тĕп çапрăм. Якейк. Çапуççисам тĕп-тĕп-тĕп, тĕп-тĕп-тĕп тăваççĕ. Тим.-к. Çӳлте вăш-вăш (вар. вăль-вăль), аялта тĕп-тĕп. (Авăн çапни). Абыз. Аялалла тĕп-тĕп, çӳлелле вăш-вăш. (Сӳс тӳни).

тĕрĕс-тĕрĕс

подр. неодинак, подпрыгиванию. Сорм-Вар. Пирĕн мучинĕн шур упа тĕрĕс-терĕс сиккелер, сĕм вăрмана кĕрех карĕ.

Тĕрне шор

назв. поля около Сорм-Вар.

Тĕттĕм пасарĕ

назв. какого-то места около д. Нижних Сунар (Советск. р.). Якейк. Тĕттĕм пасар ĕлĕк Çатăркунче полнă (Çатăрку, назв. леса), икĕ вар хошшинче полнă. Она Тĕттĕм пасар тесе таврари пор кĕрет вăрăсам каçпа (тĕттĕм чох) похăннăран каланă. Онта вăсам епле çаратасси, кам патне вăрлама-çаратма каясси çинчен канаш тунă. Вăсенчен чăн паллисам аслисам: Пахмут — Тошкассисам, Хитикпа Яруши — Çĕрпӳкассисам полнă.

чаккăн

неизв. сл. Отсюда: Чакăн вар.

чей хуран

чей хорань, самовар. Копăрля. Сорм-Вар. Аппапа йысна чей хуран, ачи-пăчи чей чашки. Шемшер. Пирĕн пиче чей хурань, янтрин-янтрин янтрамаç, хамăр килсе янтратрăмăр. (Ĕçкĕ йорри). Пшкрт. Чей хораньă, самовар.

ченчĕк

неизв. сл. Отсюда: Ченчĕк вар.

чикен

колотье, колки, резь. Зап. ВНО. Собр. Мĕне те пулин çĕçĕпе чиксе çисессĕн, чикен чикекен пулать, тет. Если сьешь что-нибудь с ножа, то сделается колотье. Ст. Чек. Манăн сылтăм айăк пĕрчинчен чикен чикрĕ. У меня колотье в правом боку. Ib. Ку ачана чикен чикет (жар, колет). Тюрл. Ай-ай чикен чикет. Хурамал. Ăша чикен илчĕ (колотье). N. Чикен чикет, чувствуется острая резь в животе, колотье в боку. Кан. Çаплах чикен чиксе, вар ыратса çӳрет. Изамб. Т. Чикен чиксе карĕ (колотье в боку). N. Чикев чикни, колотье. N. Манăн чикен чикет (аяк пĕрчинчен).

чиччарски

назв. травы, которую при поносе и шĕвĕрĕлчен кăшкăрнă чухне (урчит в животе) в крошенном виде клали в кислое молоко (турăх) и ели. Ст. Чек. Настойку травы чиччарски курăкĕ пили от пӳсĕр. Ib. Вар кӳпнинчен, шĕвĕрĕлчентен, пӳсĕртен чиччарски курăкĕ аван, тенĕ, вĕретсе ĕçнĕ.

Чуллă вар

назв. урочища. Елаур. Пшкрт. Чоллă вар, урочище.

чун илли

душегубец, убийца. СТИК. Эх чун илли, ман чуна тарăхтаран-ĕçке. Ст. Чек. Мĕн тума кăлăха хĕнен арăмна, чун илли. Йӳç. такăнт. 71. Чун илли, каттăршнай, çĕрĕк чăкăтпах çырлахтарасшăн тата. СТИК. Вартан вартан ан кала, вар иратат, чун илли! Пуçран пуçран ан кала, пуç ыратат, чун илли! (Так пела дудка на могиле брата, убитого сестрами). Торп-к. Хора куме чун илли, чун илмесĕр каяс çук. Алик. Ай кинçĕм (невеста), ай кинçĕм, çаплах исе кайăпăр, илме килни чун илли, чун илмесĕр каяс çук. (Туй арăм юрри). || У язычников чуваш – дух смерти. Якейк. Чон илли çын вилнĕ чох çын чонне илме пырать. N. Старик чун илли каланипе килĕшрĕ. Ст. Чек. || Чун илли — 1) ытла култаракан çын, 2) ытла аптăратакан çын (хĕрсен сăмахĕ).

чуста

тесто. Изамб. Т. Чуста хăпарса çитсен... Ib. Тутар пĕр ĕнине пăтăратнине чуста туса парат, çавăнпа ул ирттерет. Сорм-Вар. Чуста çăрса пĕтерсен карчăк хĕрачана хăй патне чĕнсе илчĕ, тет. Бгтр. Алсăр-урасăр йăвăç тăрне хăпарать. (Чуста хăпарни). А.-п. й. 69. Акă тепĕр кунне пуян Ерхип арăмĕ чуста çăрма тытăнчĕ.

хĕвел тӳртĕнĕ

северный склон. Ск. и пред. чув. 29. Хĕвел тӳртĕнĕнче Тип-Вар — Шамăш Шупуçне тĕлме-тĕл ларса тухнă. N. Хĕвел тӳртĕнĕ, урăхла — хĕвеле тӳртĕн вырăн теме пулать. Шурăм-п. № 19. Каçал ыраш калчи хĕвеле тӳртĕн вырăнта çĕрнĕ.

хĕп

частица образования превосходной степени от прилаг. и наречий. N. Хĕп-хĕрлĕ, очень красный. N. Вăл вăтаннипе хĕп-хĕрлĕ пулса карĕ. Он застыдился и покраснел. N. Вунă пурне вĕçне вĕре-вĕре, хĕп-хĕрлĕ чĕреме эп шуратрăм. Кан. 1929, № 180. Çырма çывăхĕнчи анасем чылай çĕрте хĕп-хĕрлĕ выртнине такам та курнă пулĕ. Актай. Йытти хĕп-хĕрлĕ юн (вар. чĕп-чĕрĕ юн), тет. N. Хĕп-хĕрлĕ йон поличчен вăрçнă. N. Пуянсем ăна хĕп-хĕрлĕ юн пуличчен хĕненĕ. Шинер-п. Çырлисем хĕп хĕрлĕ лараççĕ иккен. Баран. 41. Пиçсе çитнĕ пĕрлĕхен хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе ларать. Якейк. Хĕп-хĕрлĕ йăтă пирн çол орлă каçса кар! Çăварĕ хĕп-хĕрлĕ, пăхса хăрамалла. N. Хĕвел хĕп-хĕрлĕ хĕрелсе тохать. Букв. 1886. Пăха пĕлмен çавра куç, икĕ куçĕ хĕп хĕрлĕ. Ала 6°. Тимĕрçсем хĕп-хĕрлĕ хĕртрĕç, тет, çав Иван Суволовăн тимĕрне.

хĕрлĕ çыр

красный яр. Такое название давали обрывам, оврагам, речкам, где красная глина. СПВВ. ИА. „Хĕрлĕ çыр“ был овраг. Хурамал. Хĕрлĕ çыр тесе хĕрлĕ çырана калаççĕ. Альш. Хĕрлĕ çыр айĕнче выртан ырсем юсманпа... (вар. Хĕрлĕ çыр айĕнчи выртан ыра юсман, шерпет). К. Кушка. Хĕрлĕ çырти ырăсем. || Назв. речки около села Тораева (Советск. р.). N. Вăл çырмана Хĕрлĕ çыр тесе ак мĕншĕн калаççĕ: вăл çырма пит хĕрлĕ тăмлă, çавăнпа Хĕрлĕ çыр теççĕ. || Назв. леса. Шибая. || Назв. Звенигокого затона. Тюрл. || Назв. ряда селений: дер. Хирли-Сир (Чебоксарского р.); с. Хирле-Сиры (Советск. р,).; с. Козыльяры (урмарск. р.).; с. Полевые Козыльяры (Яльчик. р.). Вомбу-к. Хĕрлĕ çырта чăпта вăйлă çапаççĕ, ку ял татăкĕсем: 1) уй-кас, 2) Йăлăм-кас, 3) Вăрманкасси, 4) Лешкасси, 5) Хĕрлĕ çыр. || Назв. киремети. N. Хĕрлĕ çыр вĕсен чăн усал киремечĕ. N. Ун хыççăн Хĕрлĕ çыра пăтă, Хĕрлĕ çыр амăшне юсман параççĕ. Альш. Хĕрлĕ çыра хур, Хĕрлĕ çырти ырăсене юсманпа шерпет. СПВВ. Х. Хĕрлĕ çыр, бог воды (Чеб.). СПВВ. ИА. Эй, Хĕрлĕ çыр! Пире шывçи айне ан тăвах, ун майлă ан пулах, ялан çырма пуçĕ пулса тăр. Васильев. Хĕрлĕ çыр; пĕртак пурнарахпа Микулăн турра пĕлтернĕ, ĕлĕк вăл тем тăваканни пулнă, паллă мар. См. Магн. М. 29, 67, 87, 251.

хĕрлĕç

неизв. сл. Отсюда: хĕрлĕç вар.

хĕрри

край. См. хĕр, хĕрĕ. N. Сĕтел хĕрри, край стола. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... Хурамал. Аслă çулсем хĕрри çырлаллă, çиессӳ килсен татса çи. По краям большой дороги много ягод, если захочешь поесть их, то сорви и ешь. Ib. Аслă çул хĕрринче сар пушăтлăх, çул çыннисем пĕлĕç хисепне. На краю большой дороги — желтые молодые липы, идущие будут знать им счет. N. Çаран хĕрринче çĕр-çырли, пĕр çупкамĕ пĕр ывăç. Ачач. 59. Ашшĕ пĕр-хĕрринче хар-р-р! хар-р-р! харлаттарса çывăрать. Ib. 50. Тимуш чей чашкине, хĕррисенчен ик алăпа та пит асăрхаса тытса, тути патнелле илсе пычĕ. N. Çак Тип-касăн хĕрринерех пĕр пĕчĕк латакайрах, вăтам пӳрт пур. А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. N. Ку хĕрринчи, тот, который (сидит, стонт) с этого края. N. Уй-хирсем тăрăх сасăллă суха: „Хĕррине те ну, ну! “ — илтĕнет пĕрмай. Янгорч. Суха тунă чух лашана: хĕррипе! тесе кăçкăрса пыраççĕ. Янтик. Ушкăн кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррипе эпир касрамăр. Ст. Шаймурз. Аслă çул хĕррисем пылчăклă. Альш. Кайăк юпа тăррине пырса ларат, юпа хĕррине лараймас вăл. || Опушка (леса). Оп. ис. ч. Н. Вăрман хĕррине çитсен, çынни: вăсси! вăсси! — тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Когда они подошли к опушке леса, человек закричал: „Взы! взы“! || Берег. Бес. чув. З. Тутар ачисем çав çырман çӳлĕ хĕрринче, хăшĕ çара уран, хăшĕ çăпата сырса, хăшĕ кĕпепе кăна кăшкăрса, выляса, чупса çӳренĕ. ГФФ. Тем чол шыв хĕррипе отсан та, эпир шыва каяс çок. Сколько бы по бережку не ходили, в воду мы не упадем. Истор. Хĕвелтухăç йĕнчи çĕрсене Атăл хĕрри таранчченех туртса илнĕ. ЧП. Шурă Атăл хĕрри. Ст. Шаймурз. Тинĕс çинче пит вăйлă çил тухат, вара пичĕкене çыран хĕррине илсе юхтарса тухат. Орау. Шыв хĕррипе карĕ (если берег обрывистый, то: çыран хĕррипе карĕ), пошел вдоль берега. N. Хĕррисем (у реки Булы) кăш тĕлте тарăн, кăш тĕлте сăрт. || Употребляется в качестве послелога. А.-п. й. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. N. Картасем хĕрринче (под заборами) выртса çӳрекенскер. || N. Каç пулсан, вăрçă хĕррине ĕçлеме каяттăмч.

шакăлтат

стучать, шуметь. КС. Шыв чулсем çинчен шакăлтатса юхса выртать (со стуком, спокойно). Сорм-Вар. Тата пырать-пырать, тет, пынă чухне кашăккисем кăсйинче шакăлтатса пыраççĕ, тет. Урапа шакăлтатса пырать (шăкăл-шакăл туса пырать). Хурамал. Сехет шакăлтатса тăрать (часы стучат). КС. Сĕткенлĕ çăкан пушăчĕ шакăлтатса ӳкет. || Говорить, беседовать. Б. Олг. Тавай шакăлтатăпăр, ворăпăр (будем говорить). Тюрл. Нумай лартăмăр шакăлтатса (сăмахласа). Янш.-Норв. Ача-пачасемпе чипер выляса кулса, шакăлтатса пурăнмалăхне пар. (Из моленья). N. Ачу ӳсет; калаçать, тем шакăлтатса çӳрет. N. Шакăлтатса калаç, говорить мирно и довольно деятельно, не тихо. N. Çынсем ӳсĕрлчĕç те шакăлтатса калаçа пуçларĕç. Альш. Урамсемпе ют ялсем килеççĕ насуссемпе. Елшелсем тытăнчĕç шакăлтатма (галдеть). Хурамал. Шакăлтатса калаçса лараççĕ (нумайăн). || КС. Шакăлтат или шанкăлтат, говорить на непонятном языке (не тихо).

шалтăртат

стучать. Чĕлкаш 18. Вĕсене хирĕç, чул çинче шалтăртатса, пушă лавсем кĕнĕ. Сред. Юм. Пит чуптарнă чохне ôрапа шалтăртатать. Н. Карм. Çил арманĕ шалтăртатать. N. Юпи ялтăраса (вар. ялтăраса) тăрать, унки шалтăртатса (вар. шăнкăртатса) тăрать. (Такмак). Букв. 1900. Кил-çуртра кашăк-тирĕк шалтăртатмасăр пулмасть, теççĕ. || Трещать. Альш. Çунаççĕ, çунаççĕ те шалтăртатса анаççĕ куçса (горящие постройки). В. Буян. Кăмакара хăйăсем шалтăртатаççĕ. Чăв.-к. Кăмакара хăйă (лучина) шалтăртатать, вĕсен çунас вăхăчĕ çитнĕ пул. || Шелестеть (о листьях осины). Сред. Юм. Ывăс çӳлçи шалтăртатать. || Рассохнуть. N. Пичке шалтăртатса кайнă (= шалтăрканă). Сред. Юм. Ĕлĕк пит паттăр çӳресе тăрук вăй пĕтсе ватăлса кайнă çынна: шалтăртатса кайнă, теççĕ.

шампăрт

подр. звучному бултыханию воды в реке. Сред. Юм. Тарăн шыв çине пысăкрах чôл пăрахсан, шампăрт (вар. чампăрт) тăвать. Турх. Пысăк чул шыва шампăрт туса ӳкрĕ.

шапа

(шаба), лягушка, жаба. Изамб. Т. Ытла та пит çӳçентерет симĕс шапа. Ул хăй вăрăм пулат. Урисем те питĕ вăрăм. Каçанĕ çинче (на спине) тăрăх-тăрăх (полосы), симĕс куçĕсем шурăрах. Якейк. Симĕс шапа, тимĕр шапа (хăмăртарах симĕс шапа) шура (= шывра) порнаççĕ; çĕр шапи типĕ çĕрте сакансенче порнать. Б. Олг. Хора шатра шапа (котăркалă). Б. Бур. Шапа çиен чап пур. Зап. ВНО. Йăтă пуллинчен шапа пулнăскер (брань). N. Шурта шапа макăрать. ЧП. Шапа кăшкăрать. Н. Седяк. Шапа кăшкăрсан, йĕпе пулать. Ала 108°. Çорконне шапа авăтма пуçласан, тырă акма вăхăт çитнĕ, теççĕ. Абаш. Шапа йорлать (о жабе) N. Шапа сасси тĕрлет. Г. А. Отрыв. Шапана вĕлерсен, ĕне хĕсĕр пулать, теççĕ. Сред. Юм. Шапана вĕлерсессĕн, ĕне чĕччине питрет (= питĕрет). Собр. Тип шапана (вар. типĕре пурнакан шапана) вĕлерсен, ĕне сĕт памаст, теççĕ. Ядр. Ай, çырлахах, карчăксем шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Шурăм-п. Шапана ан çилентер. Вăл çара ура çине шăрать те, ура шыçса каять. Сред. Юм. Месерле выртсан, аллисĕне те, ôрисĕне те тăсса выртсан: шапа пик сарăлса выртнă, теççĕ. Ib. Сарлака тôталлă çынна: шапа çăвар пик, теççĕ. Ib. Шапа çăварĕ, так называли лампу без стекла. Изамб. Т. Шапа таханлама кайрăн-ам? (слонялся без дела).

шарку

жаркое. О сохр. здор. 49. Акă: аша çăкăрпа, улмапа шарку туса, сĕте çăкăрпа çиеççĕ. Чураль-к. Апп шарку кăмака тулли, ме çирăм-ши шаркуне? Сӳтен (студень?) пулса ларатчĕ пуль. Сорм-Вар. Эпĕ килнĕ çĕре мана вали çав кайăк чĕпине шарку ту.

шетерик

неизв. слово. Отсюда: Шетерик вар.

шырланлă

обрывистый. ДФФ. Тарăн хĕрлĕ шырланлă вар.

ши

подр. свисту (о протяжном свисте). Якейк. Ши! шăпчăк, ши! шăпчăк, шăпчăк йорри арчара. Коракыш. Ши! шăнкăрч, ши! шăнкăрч, шăнкăрч чĕппи чĕкеçре. СТИК. Тула тухат та ши! шăхăрат. (Выражает пронзительность, чистоту свиста). Коракыш. Арăмĕ тула тухнă та ши! шăхăрнă. Шорк. Ши-и! шăхăрать те, таçта çитех илтĕнет. Панклеи. Ши-и шăхăртать. Сред. Юм. Ши-и! шăхăрчĕ. (Отсюда: шилаттарчĕ. КС.). Сред. Юм. Холара полицейскисем ши-и! шăхăртаççĕ. || Подр. росту растения. Трхбл. Ши-ши — подр. слово; употр., когда говорят о траве и вообще о растениях, которые пошли в рост тонко. Ib. Ши карăм, пи карăм (вар. ви карăм), çӳле карăм, маття турăм. (Загадка о хмеле на тычине). Т. II. Загадки. Ши кайрĕ, пи кайрĕ, çӳле кайрĕ, çăмарта турĕ. (Хăмла). Ст. Чек. Ши кайăп, пи кайăп, çуле кайăп, çăмарта тăвăп. (Хăмла). Собр. Ши каять, пи каять, çӳле каять, çăмарта тăвать. (Хăмла). И. С. Степ. Ши кăйнă. N. Вирĕ çом айĕнче ши (тонкий) юлат = вирĕ çум айĕнче çинçелсе юлат. СТИК. Ку хăвана пĕлтĕр кăна лартнăччĕ, епле ши кайнă. (Выражает впечатление при виде тонкого длинного растения).

шиктеш

неизв. слово; отсюда: Шиктеш вар.

шилĕк йыхăрни

шилĕк йăхăрни, оповещение о свадьбе. Ст. Чек. Туй тытăнасси ыран тенĕ чухне юналăкпа пĕр арçын ачана кĕрӳлле тумлантарса шилĕк йыхăрма кăлараççĕ. Шилĕк йыхăракан калат: „Ыран Яккутей туй тăват, халăха туя чĕнет. Камăн сарă çук, çăпата çакса пырăр, камăн ача çук, тукмак тытса пырăр... N. Çак пирĕн хăта лайăх кăмăллă иккен: кам туя килменнисене шилĕк йыхăрма (вар. шилĕк йăхăрма) яма (вар. крыльци) умне ылттăн çилхелĕ, кĕмĕл чĕрнелĕ, улма чăпар ут кăкарса хунĕ иккен.

шор хыç

назв. лугов. Сĕт-к. Сорм-Вар. Пирĕн анкарти хыçĕнче çаравсем пор, вĕсене Шор хыç тиç, унта авал шор полнă, тит.

шухăшла

шохăшла, думать, обдумывать, мыслить, помышлять, размышлять, намереваться. Букв. 1900. Сăмаха шухăшласа кала. А.-п. й. 105. Хĕрĕ — шухăшлать те, çапла калать... Дочь подумала и так ответила... ГФФ. Калла-малла шохăшласан, калла та малла шохăшласан, икĕ те коçран коççоль йохать. Как подумаешь хорошенько да подумаешь обо всем из глаз льются слезы. Хурамал. Шухăшламан чухне çав çӳретĕн, шухăшласан чĕлхи çыхланать. Когда я не думаю, то хожу себе спокойно, а как стану думать, немеет (путается) у меня язык. Сорм-Вар. Эсĕ ăна ху шухăшласа тупас çук. Тебе этого не выдумать. А.-п. й. 80. Пĕрре вăл шухăша каять: „эпĕ вĕт нихăçан та пăрçа акса курман, çавăнпа манăн тырă пулмасть-тĕр“, — тесе шухăшлать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. КВИ. Этем çапла шухăшлать, хăй ăшĕнче савăнса. Ib. Асап килсен, хĕн килсен шухăшласа ларатăп. А.-п. й. 83. Ĕлĕкхи пек кăçал та пăрçа акса пăхмалла мар-ши манăн тесе шухăшлать вăл. Шухăшлать те, çуркунне каллех пăрçа акса хăварать. Ib. 93. Пĕр-ик эрне иртсессĕн, куланайне татсассăн, каллех Сахар шухăшлать. Ib. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. Ib. 31. Ну кусене çисе яратăп ĕнтĕ, тесе шухăшласа пырать. Юрк. Уткаласа çӳресен-çӳресен, тата çапла пилĕк-улт сăмах каласан, тата мĕн çырассине шухăшласа çӳрет. СТИК. Шыв кайнă вăхăтра çула тухса кайма ан шухăшла вара. N. Мĕн каламаллине малтанах шухăшласа хурас пулать. Ала 4. Çав вăл шухăшланă тĕлĕнчех вăрман пулнă, тет. N. Хайхийĕн шухăшланă ăсĕ сая кайрĕ, тет. В. Олг. Качака шохашлат: тӳрĕ çынсам çок, тесе. Н. Сунар. Ăсли шухăшличчен ухмаххи çапса ӳкерет. (Послов.). С. Айб. Шухăшлайман чухне шухăшăм çук, шухăшласан пуçăмсем çаврăнаççĕ. Альш. Шухăшламан чухне шухăшăм çук; шухăшласан çамрăк пуç çаврăнать. Ст. Чек. Шухăшлаççĕ пуль ăшĕсенче (про себя). С. Тим. Эпир шухăшлатпăр малалла, пирĕн шухăш юлат каялла. N. Шухăшлах пуçларĕ. Виçĕ пус. 19. Юсас теме шухăшламалли те пулман унăн. Ала 11. Выртсассăн-выртсассăн, хайхи ватă хуçа каллех çамрăк хуçа арăмĕ патнелле шухăшла пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Ун пек ача-пăчапа пурăнаç тума шухăшла. Вот и поживи с такими оболтусами. || Соображать. А.-п. й. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхинчен тухса, шухăшлама тытăнать. Юрк. Ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. К.-Кушки. Ăна-кăна шухăшлакан çын мар. Он бесшабашный человек. || Сравнивать. N. Халĕ те вăл, ĕлĕкхинчен шухăшласан, пит начар хула.

Шӳшлĕ вар

назв. оврага. Панклеи. Пасар çолйпе шӳшлĕ вар пуçне çиттĕрмĕр те хăрăк-марăксем пуçтарма тапратрăмăр.

шăл

зуб. Изамб. Т. Ачанăн шăлĕ шăтсан, ăна малтан куракан çынна: эсĕ ку ачана кĕпе тăхăнтартмалла ĕнтĕ, теççĕ. N. Шăл шăтни, зубопрорезание. N. Шăл тухнă вăхăтра кастарма юрамасть (оспу). N. Вăй çитменнине шăлпа, теççĕ. Альш. Эпĕ хам шăннă, шăлсем хире-хирĕç шак-шак тăваççĕ. Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн хăранипе шăл çине шăлĕ тивмест. Артюшк. Ман пур шăлсам та ыратса ирттерчĕç. Янтик. Сан шăл ыратать-им? (Спрашивают тогда, когда спрашивающий сомневается в болезни, или думает, что у него вовсе не болит). Ib. Сан шăлу сурат-им? (Спрашивают тогда, когда более или менее определяют болезнь человека). Орау. Шăл ыратакан çынсем пыркаларĕç-и? В. Олг. Си шу ĕçсен шăла тиет (ломит зубы, скоро проходит, если после горячего выпить холодной воды). Шурăм-п. Сахăр ан хышла, шăлусем пĕтеççĕ. Букв. 1900. Эй, пăхма анчах илемлĕ-ĕçке! Çи-халь ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать, тет, хăй нимĕн тăвайман енне. Якейк. Шăл ларттар, вставлять зубы. Çĕнтерчĕ 6. Манăн шăлĕсем те çукрах та, эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Сан шăлсем пиçĕ-ха, эс çак хыт татăка та çимелле. N. Ман икĕ енче икĕ шăл катăлса ӳкрĕç çори таран. N. Катăк шăл. N. Эпĕ хама хам сыхланаймарăм, лаша шăла тутипе персе хуçрĕ. Якейк. Шăл коч тапранчĕ. Зуб расшатался. Н. Лебеж. Хура вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕ тăрри сарă мăйрă, çав сар мăйăра катакан шăлĕ тĕпĕ пушанĕ. Яндобы. Пăт чĕреспе кĕлете кӳртрĕм, ерипе, чӳрече çинче шӳтертĕм, ерипе, увăç тупанпе типĕтрĕм, ерипе, шăл тупанпе хăйăрларăм, ерипе, йĕкĕрлчепе авăртрăм, ерипе. Альш. Ман шăла хурт çиет, шăл сурат. А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл: кусене халех çисе яратăп, тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. Ib. 52. Ну халь сана çисе яратăпах, тет шăлĕсене качăртаттарса (кашкăр). N. Микулай çине куштансем час-часах шăлĕсене хăйраса тăнă, час-часах кулнă. N. Хресченсемпе улпутсем пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса тенĕ пек тăраççĕ. СТИК. Вăл такçантанпах шăлне хăйраса тăрат та-ха (ждет получить лакомый кусок в виде награды или милости), те пулĕ темĕн. Кан. Çынсем ĕçнĕ чух тата шăла йĕрсе ларас-и? А.-п. й. 88. Шăлне йĕрсе, ахăрса кулса сĕлтрĕ Сахара. N. Шăлна çырт та чăт. N. Ним тума та çок, тӳсес полать, шăла çыртас полать. Сред. Юм. Шăлна çырт, молчи, прикуси язык. Кама 10. Паян темшĕн шăлна çыртнă эсĕ? Сред. Юм. Шăлпа çыртса тортас патне çитрĕм (очень рассердился). СТИК. Шăлне çыртса ларат. Сердится, но удерживается вылить злобу. ГФФ. Шăл хошшинчех усраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. Ст. Чек. Шăл хушшине хума çăккăр çук. (Говорят о бедности). Вишн. 67. Шăл хушшисене тата шăрпăкпа е йĕппе чакаласан та пăсăлать. Сунчел. Пĕчĕкçĕ чӳне эпĕ пĕчĕкçĕччĕ, шăл хушшинчи мăйăр тĕшĕччĕ. Альш. Çакă тăвансемпе ĕçсе-çини халĕ шăл хушшинче пур пекех. Изамб. Т. Вăл сана час-часах шăл хушшине хĕстерет (шăл хушшине хурат). Микушк. Тăшман шăлĕ хушши сайраран (зубы врагов не коснулись нас). N. Çав шуйттанăн çивĕчĕ шăлĕ айне кĕрсе ӳкес марччĕ. N. Тĕп пултăр – шăлĕ-масарĕ. (Скажет, кто не жалеет зубов). Синьял. Эпĕ питĕ лайăх ӳсрĕм вонçичĕ çула çитиччен, вунçич çула çитсессĕн, çын шăл айне хĕсĕнтĕм. Ядр. Пире апи çуратнă, чул хушшинче çуратнă. Шăхан ту хĕрĕнче ӳстернĕ, çавăнпа эпир çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тухаймастпăр. Сĕт-к. Ял варĕнче çитĕнтĕм, çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тохимарăм. Шорк. Çинĕ чухне шăл айне темĕскер лекрĕ (на зуб что-то попало). Кан. Аран шăл витĕр калаçать. Юрк. Эрех ĕçекеннисем, пĕр чĕнмесĕр, йăл-йăл-йăл шăл витĕр кулса анчах тăраççĕ. Баран. 23. Куç курать те, шăл витмест. Хоть видит око, да зуб неймет. Чураль-к. Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмест. Ст. Чек. Аçтăркан мăйăрĕ çиме тутлă, катма тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. Ай-ай, савнă тусăм, хура тусăм, илме тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. П. Федотов. Ватă карчăкăн мĕне шăл витмест? Ст. Чек. Шăлне çиет. (Говорят о том, кто во сне скрежещет зубами). Полтава 96. Шăл çĕмĕрсе ылхану (скрежет), ăнран кайса калаçу, халăх сасси кăшкăрни, туп янтраса çĕмĕрлни, тупăртатса чуптарни, лаша хуйса кĕçенни – пур енчен те илтĕнет. || Зубец, зазубрина. || Зубья (у пилы, берды, бороны, гребня, чесалки). Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. || Пальцы шестерни (на мельнице). Сюндук. Изамб. Т. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. || Спицы (у телеги). || Копылья (у саней). Изамб. Т. Çуна тупанĕсем çине шăлсем лартаççĕ. Пазух. З6. Çунаçăм, çунаçăм, ай, сакăр шăл, сакăлтана каймин, ай, юрĕччĕ. || В переносном знач.— зерно. Трхбл. Пĕр шăл тырă та çук. Нет ни зерна хлеба. Ст. Чек. Куштансем мукаçей кĕлетне пĕр шăл тырă хывмарĕç (не дали ни зерна хлеба в общественный магазин). Т. VI. 30. Тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар, пуç çумне пуç хуш, шăл çумне шăл хуш. (Из моленья). || Комочек (соли). Якейк. Пĕр шăл тăвар, кусочек каменной соли. Сорм.-Вар. Сыпрăм-пăхрăм шӳрпине, виç шăл тăвар кирлĕ мĕн. N. Вĕсем час-часах пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр шăл тăварсăр ларнă. || Штука, единица. Т. VI. Пĕсмĕлле пĕр турă, така пĕр шăл пулсан та, кĕлте çыххи пушă пулсан та, çĕрĕк пăяв пĕр шăл пулсан та, сысна пĕр шăл пулсан та, эсĕ ан пăрах, хаярлă куран кайнă пулсан та, çын çиллисемпе пулнă пулсан та... (Из моленья). || См. тура-шăл.

шăлтăрми курăк

назв. травы. Сорм-Вар.

шăмакки

то же, что шăмаккай. Собр. Çак вар пуçне ма килтĕмĕр, сывлăмпа ӳснĕ шăмакки пур, эпир çавăнпа килтĕмĕр.

Шăнăрлă тăвайкки

назв. местности. Эпир çур. çĕршыв 20. Тип вар çырминчен кай еннелле выртакан çĕре Шăнăрлă тăвайкки теççĕ.

шăнкăра

колокольчик. Сорм-Вар. Шăнкăр-шăнкăр шăнкăри, шăнкăра сасси рощара.

шăпăрла

назв. наговора. Изванк. Кунта пĕр „шăпăрла“ тиекен чĕлхене анчах çыратăп. Çак чĕлхе ак çапла пуçланса каять: „Ырă мăн туррăн çетмĕл те çич ылтăн кӳлĕ, çав ылтăн кӳлĕсенчен ылтăн çапмапа (= çатмапа?), ылтăн кашăкпа хăçан та хăçан ылтăн шыв ĕçтерсе кайтăр та, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе килтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕ. Çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕрен кĕмĕл çапмапа, кĕмĕл кашăкпа, кĕмĕл шыв ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕ. Çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕсенчен пăхăр çапмапа, пăхăр кашăкпа хăçан та хăçан ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич урапа тукунĕ. Çитмĕл те çич урапа тукунĕсем çине хăçан та хăçан хăмăш шăтса, этем ывăлĕ-хĕрĕ шăпăрла чĕлĕх çавсенчен тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывалĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вутлă вучах. Çав çитмĕл те çич вучахшне (= вучах ăшне) хăçан та хăçан хăмăш шăтса тухса, çав хăмăшсенчен кутăн чĕлĕх лартса, шăпăрла туса çĕнтерсе тин илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич хĕрсе тухакан хĕвел, çав хĕвелсем хĕррисене хăçан та хăçан юн тултарса илтĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич тылла пуççи. Çитмĕл те çич тылла пуççисем çинчен çитмĕл те çич купа утă, вилнĕ çын алли-уррипе кĕрепле туса, тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вар пуç, çав вар пуçсенчен çитмĕл те çич тинĕс тухса, пĕтĕм çынсене путарса вĕлерсен, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан, лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ. Хăйсем пĕр-пĕр алтăр çине, çак эпĕ кунта çырнă чĕлхесене каламассерен алтăр çине сураççĕ. Чĕлхе вĕрсе пĕтерсен, шывне лашана ĕçтереççĕ пур усала, пĕтĕм пăсташа хуса кăларăр тесе.

Шăрт

назв. божества. Б. Олг. || Место для жертвоприношения. Начерт. 207. Отсюда: Шăрт вар.

шĕмпĕлтет

плескаться, бултыхаться. Моркар. Полă шывра шĕмпĕлтетсе çӳрет, плещется. НИП. Шыв çине çăмăр çусан, шĕмпĕлтетет. Тюрл. Вар-хырăм пăсăлсан, шĕмпĕлтетет (переливается).

штолĕ

тоже, что ăшĕ-толĕ, т. е. „пальчас“ и „вар-поç“ вместе. Б. Олг. В. Олг. Штолĕ = штолпи.

нушнă

(нушны̆), надо, нужно. Шемшер. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене сарă порçăн нушнах мар. Якейк. † Ишме пĕлмен кăвакальне йохан шывах нушнах (вар. нушнă) мар.

нӳнӳке

(-гэ), слизистый. Скотолеч. 35. Пăхĕ (кал) малтанах хытă, нӳнӳке (лăймакалă) тухать, унтан вар витти пулса каять. Ib. Пăхе малтан шупка, нӳнӳке (лăймакалă) тухать унтан вар-витти ерет.

нăйкăш

(ны̆йгы̆ш), ныть. Çутт. 152. Вар ыратать! тесе нăйкăшма тытăннă. КС. Ку ача мĕшĕн пĕрмаях нăйкăшат-ши? (постоянно в таком состоянии, что готов расплакаться)'

Пайкат

(-г-), назв. поля около д. Сорм-Вар., Алик. р.

пайракалă улăм

солома не измятая, цельными соломинками. Скотолеч. 8. Лашанăн вар-хырăмĕ ыратать пулсан, ăна пайракалă улăмпа хытăрах пусса шăлкалас пулать.

Пал олăх

назв. луга около. Сорм-Вар.

палăк

неизв. сл. Отсюда: Палăк-вар

Палкă-вар

(палгы̆-вар), назв. глубокого оврага, без воды. (Склоняется палкăварăн, палкăвара, палкăварта). СТИК.

паньтьăк

(пан'д'ы̆к), назв. травы. Торп-к. Сорм-Вар. Çав Ахматяк кашни кунах каят, тет, вăрмана пантьăка.

пек

(пэк), подобно, как. Янтик. Сан карчăку арăм пек те марччĕ у! тек темĕскер-те-пĕр калаçатчĕ санпа. N. † Шур чĕр çитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Вир-ял. † Кил-карти варинче çаврака кӳлĕ, пур пек ырă пулă пуçтарăннă. Изамб. Т. Китăн пулăнни пек сасси çук. Холера. Халер чирĕ унта пирти пек пĕр сарăлса, пĕр пĕтсе пымасть (постоянно). Лашм. † Кайăк пек çунатăм пулсан... Якейк. Онăн пек, салтакăн пек, маþайăн пек («н» твердое). Регули. Он пек ташлать. N. Вĕсем пек крапаллă (так!) коляскăна кӳлĕнеççе те, çынсем лартса турттарса çӳреççĕ. Регули 1254. Хăва ул пекех мана йоратать. Ib. 1255. Эреке пек шăрш кĕрет. N. Эп этеме шăна пек теп (сравниваю с мухой). Альш. Вĕсем ĕлĕк лерелли тури чăвашсем пекрехех тумланнă иккен. N. Вĕсен пек, санăн пек. ГТТ. Ялта ял пек пулас, тет, çын çинче çын пек пулас, тет (чувашин). || Как будто, точно, вроде, кажется. N. Тухăр кӳлĕр турă утра, çула тухсан хăвармас мĕн, килĕр пуççапар кил-йышине, килес çулччен манас пек. (Испорчена?). Орау. Вăл çав кĕнекесем айĕнче выртатчĕ пек-çке мана (кажется, как будто лежала). N. Парăнтарас пек калаçаç та-ха... Говорят, что победят, но... Капк. Ман хыçра эсĕр пек астурăм эпĕ. Ерк. 52. Сухатӳне килнĕ пек чух пĕре чуптарас, пухха йĕри-тавра ăмăртса кустарас. ТХКА. 47. Пирĕн ял аслă вăрман варринче пекех ларать. N. Çырăва çырма тытăниччен темĕн чухлĕ çырас пекчĕ. Регули 119. Тивес пекех пычĕ мана. N. Пурри пур та, анчах вĕсем пушă ларнă пек лараççĕ. Орау. Ăна леш кĕнекесем айĕнче выртнă пек астăвап-çке эп. Альш. † Шурă чăхă çăмарта тăват-çке, чĕпписен уссисене курас пек. Пире атте-анне çуратнă, пирĕн уссăмăрсене курас пек. N. Йĕке хӳре хăй вăйлă пек пулса: юрĕ, качча илĕп, тенĕ. Бгтр. Ку йомăç пăхам пек турĕ, тет. Регули 169. Вăл халь килнĕ пек. Ib. 249. Ĕçлемен пек корнать. Чăв. й. пур. 32°. Пĕр вăхăтра Ахтапанта, пасарта хăне кирлĕ пек пилĕк çын чĕннĕ. ЧС. Анне манран: Çеркей, вут пăртак чарăннă пек-и-ха? тесе ытрĕ. N. Атте-анне ӳстерчĕ юратса, ĕмĕр пĕр хуйхăсăр ирттерес пек N. Вăл каççине кăшт пĕлĕтлĕрех пекчĕ. Нюш-к. Эп паян суха тăвам пек турăм (если про З-е лицо, то: тăвнă пек). Изамб. Т. Эпĕ кĕтӳçĕрен ыйтăрăм та, ул мана: пурте (лошади) тавăрăнчăç пек, терĕ. Альш. Малтан тухса кайнă хĕрсене, тухса кайнăшăн пек пулса, мăшкăласа калаççĕ (поют). Кан. Ман шутпа капла туни тĕрĕс мар пек. Чăв. й. пур. 6°. Мана капла туни аван мар пек. Истор. Трупасем кăшкăртса мĕн юлнă пек халăха пурне те пĕр çĕре пухнă. Янш.-Норв. Тусĕ хурласан та, мухтасан та, лешсем ытах илес пек пулсан (захотят), хĕрĕ ашшĕсенчен: хĕрне кăçал паратна? тесе ыйтса пăхаççĕ. || «Можно». ППТ. Кун каçалла кайсан, тепĕр кунне тăваççĕ; ĕлкрес (= ĕлкĕрес) пек пулсан, çав кунах тăваççĕ. N Вăрлăха ăшă çĕрте тытсан, пĕр-икĕ эрне хушшинче шăтас пек вăрă пур те шатса тухать. || «Почти». Чхейп. Юмăçа кашни кун кайнă пек кайнă. К.-Кушки. Пĕчĕкçĕ лаша турă лаша, халĕ туртас пек тăра-çке (= тăрать-çке), аппаçăмах Насти пур, халĕ каяс пек тăра-çке. N. Куллен янă пек яр. Посылай почти ежедневно. N. Икĕшне те пĕр кунта илнĕ пекех илтĕм (получил почти в один день). N. Илене кашнă кон пекех коратпăр. N. Çиçĕм те унтан пĕр-ик утăмран пек çеç çиçе пуçларĕ. Бес. на м. г. Ак тата çамрăк ачасем хĕлле уллахра, çула урамра, уйра çĕр каçиччен пекех выляса ашкăнса çӳреççĕ. Вишн. 63. Ачасем пур те пекех вар-виттипе аптраса вилеççĕ. Янш.-Норв. Кăсем ун чухне виççĕшĕ çĕрте тăраççĕ, пĕри урапа çинче лашана хăвалас пек тăрать. Турх. Туртмастăп пекех пулсан та (хотя почти не курю)... Бес. чув. 9. Эпĕ анкарти тӳрлетес тетĕп, тата ав кăмака та ишĕлес пек тăрать. Дик. леб. 40. Хĕвелĕн пĕр хĕрри ĕнтĕ тинĕсе перĕнес пекех тăрать. || «Около, приблизительно». Тогаево. Вăлсем пĕр эрне пĕк ĕçлесен, эпир пиччепе вăлсем ĕçленине пăхма карăмăр. Ст. Яха-к. Ун чухне çиме çитмен çынсем те... пĕр-ик витре пек пулсан та, сăра тăваççĕ. (Çăварни). Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çичĕ-сакăр витре пек çăра-сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. Ib. Хуçа вара хĕрсене çав хисепе тунăшăн килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Вăрçăран 5 çухрăм пек тăратпăр.

персе çит

притти, приехать, нагрянуть и пр. Ст. Яха-к. Виçĕ кунтан, ытлари кун, пирĕн пата Маçилке карчăк хамăр тăрачченех персе çитрĕ (заявилась, пришла). Истор. Сасартăк тутарсем вырăс çĕрне персе çитнĕ. СТИК. Печĕ çитрĕ, пришел неожиданно. Алекс. Нев. Сисмен те вăл: тутарсем Рязане персе те çитнĕ. Изамб. Т. Эпир Хурăн-вар кĕпери урлă каçсан, кăсем пире персе те çитрĕç те, пиртен ирттерчĕç. N. Унччен те пулмаçть, кантуртан повесткă сута кайма персе те çитет. Кан. Пахчана тухсан, пĕр 10 минутран автомобил персе çитрĕ. Ib. Çырнă хут персе çитрĕ. Баран. 62. Çав вăхăтра пĕри юналутпа персе те çитет.

пике майри

госпожа, барыня, дама. Сорм-Вар. † Пике майрипе выляма тияк каччи (так!) кирлĕ мĕн. Б. Нигыши. † Шур кулачне пĕçерме пике майри кирлĕ мĕн, пике майрипа выляма тияк каччи кирлĕ мĕн. Тюрл. Пике майри пек ларатăн. (Гов. женщине). N. † Шур колачне пĕçерме пикен (род. п. от пике) майри кирлĕ мĕн.

Пинĕр

повидимому, яз. имя. Отсюда: Пинĕр-вар.

писмеле

завивать, наматывать. Собр. Ярăп, ярăп, яра парăп, писмелĕп те тӳммелĕп. (Çĕлĕк; вар. арлани, прядение).

пиç-хăмла

вываренный хмель. Сорм-Вар. † Пирн инкейăн тӳшек çук та, тӳшек пур та — пиç-хăмла.

Питĕр ваþ

(вар'), назв. оврага.

пуклак

поклак, тупой, тупоконечный. СПВВ. ПВ. Пуклак, поклак. Актай. Эрхип арăмĕ пуклак кут. (Кăвакал, вар. — çăпала). Изамб. Т. Пуклак йывăç, короткое и толстое бревно (срубленное дерево). Нюш-к. Пуклак юман, дуб с сломанной кроной. Бр. п. водку 10. Лаптак сăмса, тăхлан пуç, пуклак янах çавăн пур (у нее). N. Мĕнле ку санăн пуклак пуçлă, эсĕ ăна епле кӳртетĕн. || Широко (об отражении в зеркале). Шибач. Ак çак тĕкĕр поклак кăтартать (кĕске). || В перен. см. Якейк. Йăванăн чĕлхи поклак, çанпа вăл хĕрсене çавримасть (не умеет говорить). Ст. Чек. Пуклак чĕлхелĕ. Пуклак калаçакан çынна пуклак чĕлхелĕ теççĕ. Ib. Пуклак калаçат. Говорит не разбираясь в словах: приятных, витиеватых и неприятных, уместных и неуместных, результат невоспитанности. В. Буян. Пирĕн чĕлхе чĕкеç чĕлхи мар, пуклак чĕлхе. || Ледышок? Янтик. Пуклак — чăмăр япала, хĕлле вылямалли; урапа тапа-тапа пĕр-пĕрне лектереççĕ. || Так называют плотных и низкорослых людей. СПВВ. КЕ. Пуклак — кĕске те лутра, сарлака çынна калаççĕ. Сред. Юм. Пôклак çын — лôтра, сарлака çын. || Отмороженная (или с уродливыми пальцами) рука. Начерт. 132. См. Магн. М. || Невод (рыболовн. снасть). Золотн., Начерт. 135. Пуклак, мрежа.

пуклеш

то же, что пуплеш? МПП. † Ай-хай (вар. ай юй) мĕн калаçар, мĕн пуклешер? Йӳçĕ ĕçсе тутлă калаçар.

пулса лар

появляться. Толст. Чӳлмек çине часах шыв тумламĕсем пула-пула лараççĕ (появляются на горшке). || Обратиться (во что). Шашкар. Ĕлĕк вăл çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (обратилось в нарицательное слово). Сорм-Вар. Ку пурçăн тутăртан варли (-λиы) пулса ларинччĕ. N. Орасăр полса ларат поль. Сунт. Каç пулса ларатĕç (т. е. ларать-ĕç). || Созреть (о хлебах). Баран 27. Ыраш икĕ эрне ешерсе ларать, икĕ эрне пуçах сăхать, икĕ эрне шăркине тăкать, икĕ эрне пĕрчи пулать, икĕ эрне пулса ларать.

Полă-уй

назв. поля. Сорм-Вар.

пултуй

неизв. сл. Отсюда: Пултуй вар.

пульвар

(пул'вар), бульвар. Шел. П. ЗО. Эх, пульварĕ, пульварĕ! тем те тума пултарĕ.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

Пурачкав

назв. с., Порецкое. Питушк. Сорм-Вар. † Порачкавра сӳс хаклă, сӳс хаклă мар, çӳç хаклă. (Солд. п.).

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

аслашшĕ

(аслашшэ̆). v. аслати. Сорм.-Вар. Аслашшĕпе (scr. аслă ашшĕпе) ывăлĕ пурăнаççĕ. Пĕре аслашшĕ (scr. аслă ашĕ) ывăлне çапла каларĕ, тет. Живут дед и внук(?). Однажды дед сказал внуку следуюшее.

ача-килти

(к̚ил’би?), ovaria (?), яичники (?). Ст. Чек. «Ача килти = матка (ача пулакан вырăн)». Сборн. по мед., 50. Вăл çурăлнă вырăна çавăлтех пĕрле çыпăçтарса, ӳт илтерме тăрăшмасан, арăмăн ача килти тулалла тухакан пулать. Если не будут немедленно приняты меры к тому, чтобы срастить разрыв, то у женщины будет выпадать матка. V. ача кĕлти. Ст. Чек. Ача килти (или: ача кĕлти): выльăх пăрахат, хĕр-арăмăн шалтах юлат. Ача кĕлти им-çам хыпсан саланат. У животных ача килти (при родах) выбрасывается, а у женщин остается внутри. Если принять (известное) лекарство, то ача-килти атрофируется. Так как особое название матки чувашам неизвестно (они знают только вар или хырăм «живот, брюхо»), и так как, по их словам. ача килти представляет собою нечто подобное çăмарта килти, то надо предполагать, что ача килти обозначает не что другое, как яичники (оvaria). Ib. Ача килти ӳкмес, ăшра. Тьăххăни пек пуль. Ача килти пулмасан, ача пулмас, теççĕ. Ib. Ача килти унпа саланмас пуль, им-çампа саланат пуль. Наверное, яичники атрофируются не от этой причины, а от снадобья.

Ачалă вар

(Аζ’алы̆ вар), nom. loci cuiusdam. qui est prope vicum Ялавăр praef. Sengileiensis. Назв. урочища около с. Елаура, Сенгил. у. Елаур. Унта ĕлĕк пĕр шăнса вилнĕ ача тупнă, çавăнпа ăна Ачалă вар теççĕ. Называется так потому, что там когда-то нашли замерзшего ребенка.

ах

çырлахах, vox, quae summam voluptatem significat ex aliqua re perceptam, выражение восхищения. Сорм-Вар. † Ах, çырлахах, ку ялсам! Ачисемех пак пак, хĕрĕсемех майра пак! Ах, какая прелесть — народ в этой деревне! Взять ребят — как писаря; взять девчонок — как русские девки!

ахăнча

v. ignota, quae in cantilena quadam puerorum invenitur, неизв. слово, употр. в одной детской песне. Сорм-Вар. Ахăнча, ахăнча, ахăнча алăк хыçĕнче лăпсăр-лăпсăр (sic!) хĕр ташлать.

ашкăн

(ашкы̆н), lascivire, luxuria diffluere, bene vivere, genio indulgere, luxuriari, шалить; жить роскошно, привольно, на широкую ногу; жить припеваючи; роскошно разростаться (о растениях). Шибач. Ан ашкăн. Не шали. Б. 13 Ашкăнакана чар. Шалуна останови, т. е. запрети ему шалить. (То же в Ст. Чек. и Череп). Ст. Чек. Пит ан ашкăн, аçăвăвтан йулнине чистă пĕтерĕн. Не живи на очень широкую ногу, а то промотаешь все, что осталось от отца. У. Ашкăнса пурăнакана укçа нумай кирлĕ. Тому, кто живет роскошно, надо много денег. Беседы на м. г. Алра мен чухлĕ нумай, ун чухлĕ çын ашкăнма пăхать. Чем больше человек имеет, тем более он склонен к роскоши. Собр. 204. † Кăвак кăвакарччăн вĕçнĕ кун, кунĕсем тĕтрелĕ пулайрĕç; çак илĕртсе ашкăннă чух саманисем йăвăр пулайрĕç. (Здесь есть искажение). СТИК. Вăл кăçал ĕне юр-варĕпе ашкăнат кăна: икĕ ĕне, ĕнисем икĕш те ким пек. В этом году он живет припеваючи: у него две коровы, и обе — как ладьи; молоком хоть обливайся. СТИК. Пахчари курăк епле ашкăнса (у др. алхасса) карĕ! — час çулмалла. Как быстро, густо и высоко разрослась в огороде трава; скоро ее можно будет косить. Ст. Чек. Хирте сĕлĕсем ашкăнаççĕ. Овсы в поле растут роскошно. Календ. 1906. Çамрăк йывăç пекех ашкăнса каять. Разростается как молодое дерево. Сказки и пред. чув. 61. Çав вар тĕпĕнче вĕтĕ чул-кăна, тата ашкăнса вĕлтĕрен ӳсет. На дне того оврага лишь мелкие камешки, да еще растет во всю крапива.

пус

колодец. См. пусă. Юрк. Пус пурине пурама йывăç та хатĕрлемелле. Йывăçĕ те халĕ вăрманта ӳсет. Ib. Пус тĕлне пĕлместнем, ху (сама) ăсса кĕр. Альш. † И пус вылять, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять (вар. пус тĕпĕнче хур вылять). Вишн. 73. Пусса ача-пăча каясран, пус пурине çĕртен пĕр аршăн çӳлелле хăпарттарас пулать. ТММ. Пус тĕпĕнче кĕмĕл çĕрĕ. (Çăлтăр).

пуçтăри

(пуç + тури), гребень, гребешок. Тогач. Пуççĕ (вар. пуç) пуçтăри, кучĕ çурла. (Автан).

Пути

повидимому, имя мужч. Встр. в загадке. Собр. Пути пичейĕн пурни кукăр. (Шĕшлĕ). П. Ив. Пути пиччен пурни кукăр. (Кантра явакан çеклĕ). Ст. Чек. Пути пиччен пӳрни куккăр. Сорм-Вар. Пути поклак. (Пир юпи шăтăк). Кора-к. Пути пурни куклек. (Хуран çекĕли).

путмар

часть леса, имеющая естественные границы. Орау. Кăçал вăл путмарта тăмана питĕ нуммай. Путмар вăрманта анчах пулать. Ib. Çав путмартах çырла темĕн чул тупрăмăр (на этом клочке земли). Якейк. Çак потмарта çăкалăх, çăкалăх та çĕленлĕх. Ib. Потмар — часть леса, участок леса, ограниченный какими-либо естественными границами (напр., икĕ вар хошшинче). || Граница. СПВВ. Путмарĕ — чикки; унăн путмарĕ çавăнта, чикки çавăнта, т. е. всегда в одно и то же место(?).

поть-потĕлтĕкки

, пот-потăльтăкки, то же, что путь-пултьăк. Чураль-к. † Поть-потăльтăкки путяни (вар. поть-потĕлтĕкки потяни), çурă кăларас сасси пор.

путьлă

путный, приличный, порядочный. Якейк. Эс те путьлă çын полсан, ман сăмса йăт котне (вар. ман сăмсана йăт çитăр). Ib. Паян пасар путьлах полмаþ. Ib. Эп онпа путьлă (путьлах) калаçимарăм. См. путлĕ.

пӳкле

прямо. СПВВ. Пӳкле кĕрес. || Прямая дорога. А. Турх. N. Пӳкле кайнă — пăх хыпнă, çаврăна кайнă — çу хыпнă. С. Айб. Пӳкле каякан шыва кайнă, çавра каякан çăв çинĕ (вар. хыпнă), теççĕ. Собр. Пӳкле каякан пӳлĕнет, çавра каякан çăв çиет, теççĕ. || Нечаянно; неожиданно, вдруг. СПВВ. Пӳкле вилнĕ. Календ. 1906. Шăтăкĕ пӳрнескенĕн аяккинче пулсан, хурт амине ĕç-хурчĕсем пӳкле кăларса вĕлернĕ пулать. Собр. Пӳкле вилнĕ çыннăн ӳчĕ хирте выртсан, çумăр çичĕ яла пулмас, тет, çын вилли вăл пит шывшăн çунат, тет; çавăнпа вăл, çумăр киле пуçласан (перед дождем), çумăра хирĕç каят, тет, çумăр, çын вилинчен хăраса, урăх-çĕрелле пăрăнса каят, тет. И. С. Степ. Пӳкле, нечаянно, неуместно: пӳкле вилĕм, пӳкле калаçать, пӳкле сăмах.

пӳлĕн

быть загражденным, быть окруженным. Собр. Тӳрĕ (вар. тӳртен) каян пӳлĕннĕ, çавра каян савăннă. N. Пӳлĕнсе юласран хăраççĕ. || Задыхаться. Тăв. 12. Наçтук пӳлĕннĕ. Сывлăшне çăтса, хăй пуçĕнче çĕр майлă çаврăнакан сăмаха персе ячĕ. Чăвашсем 26. Ăна (рубаху): çыннăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр (чтобы не было ему тяжело), уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ (снимают). Ерк. 69. Кĕрешекен пӳлĕнет, пăхса тăран тăранать. СТИК. Тутлă çисе, ĕçлемесĕр пурăнса çын чыстă пӳлĕнет (становится одышливым). Хурамал. Апат çисенех хытă чупсассăн: ăша, чикен илчĕ, пӳлĕнтĕм, теççĕ. Б. Олг. Чопса кайнă чох çын пӳлĕнсе ларат, кăккăр тирекен полат (колотье). Скотолеч. 12. Нумайччен ӳсĕрсе пурăнсан, лаша ĕçленĕ чухне пӳлĕнекен пулать. СПВВ. Т. Çын пит ывăнса çитсен: пĕтĕмпех пӳлĕнтĕм, теççĕ. V. S. Пӳлĕнсе сывлаймасăр вил, задохнуться. Пулăшăр. Ăш-чик пӳлĕнсе тăрать, мĕн туса лăпланам-ши? Юрк. Пирĕн телейсĕр çамрăк чун ют çын аллипе (аллине?) пӳлĕннĕ. В. Олг. Эпĕ пӳлĕнсе лартăм, хортăм каþан порта, хай çынпа эпĕ тĕкĕлентĕм йӳççе (= йывăçа) ӳкерес тесе.

пӳсĕр

(пӳзэ̆р), грыжа. Орау. Хырăмне кăвапаран çӳлерех пĕр мăйăр пек мăккăль сиксе тухнă: те пӳсĕр çиять, те ахаль. СПВВ. ПВ. Пӳсĕр — грыжа; а также трава, которой лечат грыжу. Имен. Пӳсĕр ернине ăçтан пĕлмелли: (арçын ача) мекĕрленсе, питĕрленсе йĕрет, кăвапи тухат, çӳхе-çĕрĕ пысăкланат; (хĕр ача) кăвапи тухат, питĕрленсе йĕрет, хĕрелсе кайса, ăшĕпе хытă сывласа йĕрет. Шурăм-п. Пӳсĕр аптратсан, пиçиххи туртса çыхăр. Хорачка. Пӳсĕр çын çомне çыпăçат та, икĕ çăмарти анса каят, она пӳсĕр чĕлхи вĕреччĕ те, йосанат. Б. Олг. Хăнча ылтăм çăмартая пӳсĕр çиет, çан (= çавăн) чуне тин çитĕр çак çынна; кĕмĕл çăмартая хăнча пӳсĕр çиет, çан чуне тин пӳсĕр çитĕр çак çынна; хăнча пăхăр çăмартая пӳсĕр çиет, çан чуне тин çак çынна пӳсĕр çитĕр. (Наговор). Хурамал. Манăн та пӳсĕр аннă-çке. Пшкрт. Пӳсĕр çиет (грыжа). СПВВ. ИА. Чĕрĕ япала çисен, çынна пӳсĕр ерет, теççĕ. Ăна кантăр вăрри е вупкăн тымар çисе пĕтерес пулать. М. Шемерт. Çитмĕл те çичĕ тĕслĕ хурт-купшанкă хăçан пĕр çĕре пуçтăрăнса, суптаркаса (так!) пухăнĕç, çавăн чухне пӳсĕр çисе тухтăр. Рук. календ. Прокоп. Ачасем тата пӳсĕр çинипе асапланаççĕ. КС. Пусĕр, глисты. Ib. Пӳсĕр çинă, пупочная грыжа; вар анни, грыжа нижней части живота.

пăлтăр

(пы̆лды̆р, из пăл + тăрри), дуплянка, которая ставится на конце деревянной трубы (пăл в курных избах выше крыши). См. пăл. Альмени. Пăл çине лартнă хăвăла (уйран çӳпçи пекскер) пирĕн пăлтăр теççĕ. || Покрышка у кровельного железа на кирпичной или железной трубе в современной избе. Мочары. Пăлтăрлă труба, кирпичная труба с покрышкой из кровельного железа. || Колпачек горелки лампы. Мочары. Асламас. Лампă пăлтăрĕ, колпачек горелки лампы, на который ставится стекло. || Верхняя крышка кадила, поднимающаяся на цепочках. Мочары. Кадилăн пăлтăрĕ пор. || Медная крышка курительной трубки. Мочары. Чĕлĕмĕн пăлтăрне пăхăртан тăваççĕ. || Примитивный навес на двух столбиках около двери избы (примитивные сени) там, где находится пăл, дымоход. Чура-к. СПВВ. ГЕ. Пăлтăр — ăна пӳрт умне тăваççĕ: пӳрт умне икĕ айккине пӳлсе, çине витеççĕ. N. Хӳш пек пăлтăрна курăп. || Передбанник. Изамб. Т. || Сени избы. Трхбл. Альш. Пайтахăшин икĕ пӳрт, хутлăхра ăшă пăлтăр вара. СПВВ. КМ. Пăлтăр — çелних. Баран. 127. Темиçе çĕртен шăтара-шăтара пăлтăр пеккисем туса пĕтерет (речь идет о норе крота). Ib. Вăл ун чух ывăлĕпе пăлтăр пусми çинче тăнă. Ib. Хăй çавăнтах пăлтăрне чупса кĕнĕ те, пĕр алăкне чарак лартса хунă. N. Пăлтăр алăкĕ уçăлчĕ: те çын кĕчĕ, те йытă кĕчĕ. Тайба Б. † Çĕнĕ-ах та пӳртĕн пăлтăрĕнче сăмаварсем вĕрет те, хай, кăмрăксăр. Ст. Шаймурз. † Çĕнĕ çурт (вар. пӳртĕн) пăлтăрĕнче сăмавар вĕрет кăмрăксăр. || Чулан в сенях. Урнары. || Клеть, пристроенная к сеням со входом через сени. Чуратч. Ц. Куккăшсем панчен тавăрăнсан, ача пăлтăрне уçса пăхрĕ те, пĕр пăлтăр укçа, тет. N. † Мамăк тӳшек сармашкăн пĕчĕк пăлтăр кирлĕччĕ; пĕчĕк пăлтăр лартмашкăн пĕчĕк çĕршыв кирлĕччĕ. || Верхний этаж двухэтажного амбара со входом через сени. Бичурино. Иные различают: çӳлти пăлтăр, аййи пăлтăр. У др. — айпăлтăр, айри пăлтăр. Последний также назыв. çӳл кĕлет (Трхбл). || Лачуга, летняя кухня (лаç). Тенеево, Янтик. р. || Трехстенный пристрой к лачуге. Бичурино. || Кутник. Малды — Кукшум. || Верхний настил овина у русских крестьян. Мочары. Вырăссен авăнĕсенче пăлтăр полать. || Светелка избы. Мочары. Вырăс ялĕсенче пăлтăрлă пӳртсем пор. [Здесь пăлтăр понимают как помещение, расположенное около пăл, дымохода, пăл тăрри (в знач. крышки). || Тесины с резьбой, которые прибиваются к краю крыши со стороны фасада (козырь избы) или к карнизу. Мочары. Кудаши. Пăлтăр тыт, пăлтăр çап, прибивать эти тесины с резьбой. [Возможно, что здесь сл. пăлтăр употреблено в значении крыши, Косвенное подтверждение этого видно из того, что слово крыша в некоторых местах обозначается термином мăйра тăрри (Ачакас), мăрье тăрри (Бузулук. р.). След. палтăр, пăл тăрри = мăрье тăрри, крыша. Срв. загадки о луне. Альмени. Пăлтăрта çур çăккăр выртать. (Луна). Трхбл. Пӳрт тăрринче çур çăкăр выртать]. || Перила. Хорачка. Перила у крыльца. Ib. Эс посмаран аннă чоня пăлтăра тытса ан.

пăлчăра

(пы̆лζы̆ра), цепочка. Изамб. Т. Сехет пăлчăри, цепочка у часов. (В Сред. Юм. сехет сăнчăрĕ). Альш. † Хура вăрмантан тухнă чух кукку сасси илтĕнчĕ. Аслă çулпа пынă чух (вар. аслă çул урлă каçнă чух) пăлчăра сасси илтĕнчĕ. (Хĕр йĕрри). N. Мăйне ылттăн пăлчăра çакçа янă. См. пăлчăра, вăчăра. || Изразец? Юрк. † Кăмакăрсем шап-шурă, унăн тăватă аякки пăлчăра; суя пăлчăра мар-çке, чăн пăлчăра. Бур. † Сирĕн кăмакăрсенче тăватă кĕтессинче те тăватă пăлчăра, суя пăлчăра мар иккен, чăн палчăра.

Пăлхарлăх

(пы̆лhарлы̆х), назв. оврага. НИП. Пăлхарлăх Сĕнчел тĕлĕнче (против с. Сунчелеева), вăрманта, вунă-вуникĕ çухрăм, вар. Пăлхарлăхран пит сĕре инçе мар — Тарлав-вар, пысăк; унта вăрман. Тарлавра шурă лашапала, ылттăн йĕнерпеле кашни каç пĕр çын туха-туха çӳрет, тетчĕç. (Предание).

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пăрула

отелиться. Бгтр. Çав каç пăруланă пăрушне пачĕç, тет. Сред. Юм. Ине пăруланă, сôрăх пăруланă, качака пăруланă. Коракыш. Тата ине ырри тунă, ине пăруласан малтанхи сĕтĕнчен пĕçернĕ; ăна та темĕскер кĕпкĕлесе çинă. Хăйсем çияччен тăват кĕтесе пӳрт тавра сапнă. || Объягниться (об овце и козе). Нюш-к. Н. Тим. Пӳтек алăк умне выртсан, сурăх пăрулат; кăвак (= кăмака) умне выртсан, сивĕтет. Сред. Юм. Овца объягнилась, корова отелилась, коза окозлилась (объягнилась) — все это называют пăруланă. N. Сурăхсам пĕри те пăруламан. N. Çăварнисем çите пуçласан ĕнесем пăрулама тытăнаççĕ вара. Трхбл. Качака пăруланă, коза объягнилась. [В языке старого поколения различалась: ĕне пăруланă, но сурăх, качака пуранланă (вар. пăранланă, пăрамланă), а позднее: сурăх, качака путекленĕ. Постепенное затемнение слова пуран в значении ягненка и козленка, а также созвучие слов пăру и пуран, повидимому, послужили причиною замены слова пуранла словом пăрула. ТММ].

Пăрăнтăк

(пы̆ры̆нды̆к), назв. с., Бурундуки, б. Буинск. у. Жертв. тетр. Пăрăнтăкри ял хушанти ырсем шерпет, сынине юсман (вар. Пăрăнтăкри ял хушанта юсман шерпет). Текст искажен.

пăсар

(пы̆зар), испускать ветры из живота, pedere. Ядр. Пăсармасан (вар. пăсармасăр) шăрш тохмасть. Соотв. русск. «без огня дыма не бывает». Никит. Пĕлмен туйинче пăсарнă. (Послов.). Сёт-к. Пĕр вăкăр хĕрĕх çĕртен пăсарать. (Молча кăмаки). Орау. Вăл пăсарсах ту тăвасшăн (= кăшт ĕçленипех тем пысăкĕш ĕç тăвасшăн).

пăтратни

(-νиы), месиво. Кан. Ирхине кăшт ăшăрах пăтратни çитермелле. ЧС. Пĕчĕкçĕ тăрсан, лашасене пăтратни çине тухса яр. Немного погодя припусти лошадей к месиву, т. е. есть месиво). Кильд. † Апи ĕни — шурă ĕне, пăтратнишĕн мĕкĕрет. Сорм-Вар. Кукша ачасене лаçа (в лачуге) йĕркипе тăратса тухрĕ, тет те, чăхă пăтратни пăтратса пачĕ, тет,

пăхăн

(пы̆hы̆н), смотреть за собой. Никит. Чир вăл турăран килмест, хамăр пăхăнайманран. || Подчиняться, слушаться. Альш. † Ачасем пире пăхăнмасан, пăхăнакан эпир мар. Ст. Шаймурз. † Атте-анне хурăнташне пăхăна (вар. пăха) пĕлмесĕр сивĕтрĕм. N. Пăхăнса юлчĕ. || Поддаваться чему. N. Элекçĕсем ан пулччăр, ĕçке ан пăхăнччăр. || Поклоняться, признавать. ЧС. Эпĕ киреметсене пăхăнма пăрахни.

пĕлтермĕш

разоритель, губитель. Т. II. Загадки. Тух, тухатмăш, тулалла, кĕр, пĕлтермĕш, пӳртелле. (Çӳп шăлни: тухатмăшĕ — çӳппи, пĕлтермĕшĕ — шăпăри). Альш. Кĕр, пĕлтермĕш, пӳртелле, тух, тухатмăш, тулалла. (Шăпăрпа çӳпĕ). Бур. Тух, тухатмăш, тулалла, кĕр, пĕлтермĕш, шалалла. (Шăпăр; вар. урай шăлни).

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕр

(пэ̆р, пӧ̌р), суживать. || Стягивать. Ст. Чек. Хуртне тăкса, хуртланнă тĕлне пĕрсех илет (кикен тымарĕ, стягивает и вылечивает). Хăр. Паль. 37. Хĕвекла питне пĕрсе пăрахнă. N. Карчăк карчĕ, тет те, кĕсем унăн çăварĕнче, тет. Асанне, аранчĕ (немного) пĕр ĕнтĕ çăварна, капла тутине-масине те пĕлеймĕн, тесе каларĕ, тет. Ку пĕрнĕ çемен пĕрет, тет, пĕре-пĕре ку урхамахпа вăш тусă тухать, тет. Ст. Чек. Çăварна пĕрĕп. Я тебе зажму рот (ругающемуся). || Сжимать. Скотолеч. 23. Малти уринчи чĕрнисем иккĕшĕ те ыратаççĕ пулсан, вĕсене иккĕшне те малалла тăсса тăрать, кайран урисене хырăмĕ айнелле пĕрсе тăрать. || Не загнутый (о пироге). Т. II. Загадки. Пӳрт айăккинче (вар. çумăнче) пĕрмен кукăль выртать. (Хăлха). || Набирать сборы. Янтик. † Аркă çичĕ ан (ширина) пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Сред. Юм. Кĕпе çаннине пĕрсе çĕлес. || В перен. смысле. СТИК. Эсĕ ĕнтĕ пит иртĕнсе карăн, сана пĕрсессĕн те пырат! Ты уж очень избаловался, тебя не мешало бы одернуть (говорят детям).

пĕтермĕш

(пэ̆дэрмэ̆ш), уничтожатель, истребитель, губитель (бранное сл.). Собр. Тух тухатмĕш тулалла, кĕр пĕтермĕш шалалла. (Тухатмĕшĕ — çӳпĕ, пĕтермĕшĕ – шăппăр). ТММ. Тух тухатмăш (вар. тукатмăш) тулалла, кĕр пĕтермĕш шалалла. (Çӳпĕ шăлни). Рак. Кĕр пĕтермĕш тулалла, тух тухатмăш шалалла! (Шăппăрпа çӳпĕ). Алик. Тух тулалла тухатмăш, кĕр пӳртелле пĕтермĕш. (Урай шăлни) См. лопкăн.

пĕтĕç

(пӧ̌д'ӧ̌с', пэ̆дэ̆с'), соединяться, сходиться. Чума. Унтан вара çав мăккăльсем пĕр-пĕринпе пĕтĕçсе лараççĕ. Ала 6. Хӳрипе пуçĕ (у змея) пĕтĕçнĕ çĕрте анчах лутрарах пулнă, тет, каçас пулсан, унтан каçмала, тет. N. Хăçан та хăçан çитмĕл те çичĕ вар поçĕ пĕр çĕре пĕтĕçет, çан чох тин çак çынна ĕçлен сăхса витертĕр (ужалит). Панклеи. Çаксам (т. е. тури осалпа анатри осал) кăçкăркаласа пыркаласан, лоткă патĕнче хире-хирĕç пĕтĕççĕрç, тет. Пĕтĕçсенех, лоткă çине хăпарса ларчĕç. N. Хăш-хăш пĕтĕç йĕкрешсем пĕтĕçсе çуралаççĕ. СПВВ. ИА. Пирĕн пасар çулĕ ял çулĕпе пĕтĕçет. Две дороги сливаются в одну. Шибач. Выльăх пĕр çĕре пĕтĕçет (собирается). Хурамал. Этем пĕр çĕре пĕтĕçсе (пухăнса) пурăнать. Сёт-к. Сăмахсене пĕтĕçтерни пĕтĕçмест (построение речи идет негладко, не клеится)? Ib. Пĕтĕçмен сомах. Несуразная речь, слово. || Стать полным. СТИК. Пĕтĕçнĕ сысна: сысна чист пĕтĕçнĕ ĕнтĕ, утса та çӳреймест. Ытлашши мăнтăрланса кайнă сысна çинчен калаççĕ.

пĕчикиç

(-гис'), то же, что пĕчĕкçеççĕ. С.-Устье. Пĕчикиç питлĕ-куçлă, эреметле (вар. эреветлĕ) те теветле, пĕтĕрсăт. (Чĕкеç). См. птри ту.

пĕшкĕнкеле

(-г-), учащ. ф. от гл. пĕшкĕн. Чем люди живы. Улпут пĕшкĕнкелесе пӳртне кĕнĕ (вошел нагибаясь в избу). Сорм-Вар. Мĕскер пĕшкĕнкелесе йăтан? Что это ты наклоняешься и поднимаешь.

притол

(-дол), неизв. сл. Собр. Мучи, мучи, мулахай. Мĕн (вар. мăн) мулахай, сулахай? Тăрри — шăтăк. Мĕн тăвас? Притолă – притол — притол патне (вар. пришол патне, пир патне), Сергей патне, сӳс патне, ула качака хушкипе. Эсĕ хама юратан? (Заумная песня).

Раçин

(раз'ин), назв. оврага (вар). Токташи, Якейк.

Айтар

vox incertae signif., quae forsitan olim nom. pr viri fuerit. Слово неизвестного знач.; может быть, личн. имя мужч. Альш. Айтар капанне айĕнчен туртаççĕ. (Çăм авăрлани). Из Аидарова стога снизу теребят. (Загадка о прядении шерсти). V. айсăр капан. Cf. Айдар, nom viri. in Чув. яз им., 25. Около дер. Авыр-Сирмов, Асакасин. вол. Ядрин. у., есть овраг — Айтар вар (Аjдар), nom. loci voraginosi, qui est prope viculum Авăр-Çырми praef. Iadrinensis. Ср. тат. фамилию [араб сăмахĕ].

алăк хăлăп

i. q. (то же, что) алăк хăлăпĕ. Сорм-вар. Forsitan vitiosa sit scriptura. Ошибка?

Алшик варĕ

(lege: вар’), nom. loci cuiusdam, qui est prope vicum В. Мочары praef. Iadrinensis, название урочища, около дер. Верхн. Мочар Ядрин. вол.

ама

(ама), femina animalium, самка. Ама сысна sive (или) сысна ами, porca, scropha, свинья самка; ама кушак, feles femina, кошка самка; ама йытă sive йытă ами (jыдами), canis femina, сука; ама кашкăр (кашкăр ами), lupa, волчица; ама тăрна, grus femina, журавлиха; ама çĕлен, anguis femina, самка змеиная. Йăпăлти пăру ик ама ĕмет, теççĕ ваттисем. Ласковое теля двух маток сосет. (Послов.). Т IV. Ама йыттăн малтанхи çурине ӳстерсен аслă ачана йăвăр пулат, теççĕ. Говорят, что если выкормишь щенка первого помета, то будет тяжело старшему ребенку (в семье). || Praeterea significat matrem. Также означает мать. V. анне. Ст. Чек. Ама сĕтĕне кĕменни вăкăр сĕтĕпе (i. q. сĕчĕпе) кĕрес çук. Вар. Ама сĕтпе кĕменне вăкăр сĕтĕпе кĕрес çук. То, чего не воспринял (вар. „в кого не вошло“) с молоком матери, не воспримешь и с бычачьим молоком. (Послов.). [араб сăмахĕсем] Сред. Юм. Ама пĕр те, аçа ăрасна. Мать одна, но разные отцы. Икĕ аманăн пилĕкшер ача, хăйсем пурте пĕр ятлă. У двух маток по пятеро детей, и всем одно имя. (Загадка: пальцы). Пĕр амаран çуралнă тăван, единоутробный (брат или сестра). ЧП. Çипер ача, сар ача сайра амаран çуралать. От редкой матери родятся красивые русые парни. Альш. † Пирĕн пек чипер ачасем сайра амаран çуралать. От редкой матери родятся такие красавцы, как мы. С. Мок. † Сирĕн пек, пирĕн пек ачасам сайра-пĕр амара (не амаран) çуралать. У редкой матери родятся такие красавцы, как вы и мы. || Санăн аму, сирĕн аму (надо бы: амăр), твоя мать, ваша мать, где во втором случае мы имсем дело с позднейшим явлением в языке. Срав. Истор. Ачамсем, эсир пурсăр та пĕр-тăван, аçăр та пĕр, амăр та пĕр. Дети мои, вы все друг другу кровные родные: у вас один отец и одна мать. Крат. раз. 19. Вениамин вăл Иосифпа пĕр амаран çуралнă. Вениамин и Иосиф были от одной матери. Чăвашсем. Тата амаран пĕр ыйăл ака пуçĕ тытса пырат. Кроме того, единственный сын матери правит плугом. V. Амăшĕ. || Rex apum. Пчелиная матка. || Praeterea numen quoddam significat, quod omnium rerum mater esse creditur. Также название богини, которая считается матерью всего мара. СПВВ. ИА. Ами. — Эй пĕтĕм тĕнчене çуратнă ама (ама)! Санран пулни пурте усăллă, пурте аван, çавăнпа сана эпир яланах тивĕçлипе чӳклетпĕр“. Мать. — „О мать, сотворившая всю вселенную! Все, что от тебя произошло, полезно и хорошо; поэтому мы всегда по должному приносим тебе жертвы. V. Магн., 62. Ами — самая старшая мать, Ib. 85. Ама (назв. божества Н. А. ). || Princeps lusorum. Матка (в игре). || Pars aratri. Часть плуга. V. ака. Eodem vocabulo etiam alia inanimata significantur, sicuti infra pluribus exemplis demonstrabimus. Иногда употребляется и о других предметах неодушевленных, что будет видно из примеров, приведенных ниже. V. ыраш амăшĕ.

Анчăк-варĕ пуçĕ

(Iеgе: вар’ п̚ус’), nom. loci cuiusdam depressi prope vicum Чиганыры praef. назв. лога (вар) около дер. Чиганар, Асакасин. вол., Ядр. у.

апат

(абат), cibus. Pabulum. Пища, корм, как человека, так и животных. N. Старикĕнне хăвăртрах лашине тăварчĕç, тет, старике апат лартрĕç, тет. Они поскорее распрягли старикову лошадь и поставили перед стариком кушанья, т. е. дали ему поесть. N. Чĕр апат нумай çиме юрамаçть — вар-витти ерет. Сырую пищу нельзя употреблять в большом количестве, так как она вызывает понос. Прокоп. † Çăрттан-пулă пулса шыва чăмас-мĕн, ырă çын умне апат пулас-мĕн. Лучше бы мне тогда нырнуть щукою в реку и стать кушаньем для порядочного человека. Альш. Эрех апат антарать. Вино вызывает аппетат („заставляет пищу легче спускаться в желудок“). О сохр. зд. Çапла ĕнтĕ пĕр апата тепĕр апатпа хутăштарсан пит аван пулать. Если таким образом будут смешаны различные виды пищи, то это будет очень хорошо. Синер. Выльăхсене апат панă та, пӳрте кĕрсе апат çинă. Они дали корма скоту, вошли в избу и поели. КС. Лашан апачĕ пĕтнĕ. Лошадь весь корм съела. Ib. Вăсен выльăхĕсем апатран татăк тăмаççĕ. У них всегда есть корм для скота. Шугур. Ман анне арман хуçи патĕнче апат пĕçерсе пурăнатьчĕ (scr. пурăначчĕ). Моя мать жила у хозяина мельницы в стряпухах. КС. Апат тĕлешĕнчен (или: апатран-мĕнтен) уçă çав вăл. Действительно он щедр в отношении пищи, т. е. хорошо кормит. Ib. Апатран хăрăнса пурнаççĕ. Они очень плохо питаются. Ib. Апату-япалу! Ну тебя с твоим обедом! (недовольство). || lentaculum, prandium, сепа. Также означает завтрак, обед, ужин. Сельск.-хоз. р. II. Пĕрре кăнтăрла апат тăваççĕ те, ĕç пĕтерсен вара каçхи апат тăваççĕ. Раз едят часов в 12, а другой — вечером, когда окончат работу. КС. Мĕлле эсĕр паян ирех апата ларнă? Что это вы сегодня так рано вздумали завтракать? Изамб. Т. 110°. Праçшкре апатран вара ĕçлеççĕ. В праздник после обеда (после обедни) работают. Череп. Апатпа çӳрет. Привозит завтрак (в поле). Якей. Апат çисан пырăп сан пата. Я приду к тебе после еды. Чхĕйп. Апат çиса (scr. çыса) пуçтарсан. Когда поедят и уберут со стола. КС. Уйран тĕттĕм пулнă çĕре киле тавăрнтăмăр та апата лартăмăр. Вернувшись к ночи с поля домой, мы сели ужинать. Пшкрт. Если придет посторонний человек и застанет хозяев дома за обедом, то говорит: „Аβатра! („ови обедают!“); ему отвечают: „Аβатра, кил ӓс тӓ симӓ!“ („да, иди и ты обедать с нами!“). В ответ на это пришедший говорит: „Спас’с’иβӓ, с’ирӓк, ӓп хал’ анџак с’ирэ̆м“ („спасибо, обедайте, я только что пообедал“). Охотников. Чувашин, пред принятием пищи, произносит только про себя слова: „Пĕсмĕлле, турă ан пăрах!“ Ib. „Усаживались мы за два стола: за большой — мужчины, за маленький — женщины, отдельно. Последнее обстоятельство происходило, по всей вероятности, оттого, что сноха у чуваш не садится за один стол со свекром, из уважения к нему, т. е. сноха считает себя недостойной садиться с ним вместе за один стол. Если бы другие женщины сели с мужчинами, то сноха осталась бы одна, как бы заброшенная семейством. Чтобы этого не случилось, мужчины садятся за один стол, а женщины за другой. Но в тех домах, где нет снох, мужчины и женщины ужинают и обедают всегда за одним столом“. Ib. „У чуваш есть обычай сажать за стол всякого вошедшего в избу во время обеда или ужина“. Череп. Апат тутлă пултăр! — Эс каларĕш пек пултăр! Да будет вкусен ваш обед! — Да будет так, как ты сказал! Так отвечают пришедшему, если не хотят пригласить его пообедать. КС. Апат çима вăй патар! — Тавах, апата кил! Хлеб да соль! — Милости просим. Ср. Юм. Апат тутлă пултăр! — Апат çиме кил. Хлеб да соль! — Милости просим! (с нами пообедать)! || Ortus brumalis? Юго-восток? Хорачка. Тоj токны̆ чокн’а кэ̆з’э̆н кэ̆рӳ тємэ̆р вэ̆с’мэ̆ с’э̆мэ̆рӓн удат кы̆нды̆рлаjа или аβада. При выезде свадебного поезда младший дружка пускает на юг или юго-восток стрелу с железным наконечником. || Metaph. significat fidem. В переносном смысле означает надежность (о человеке). Ст. Чек. Ку çынта апат çук (или: кĕвелĕк çук). Inconstans, levis, infirmus est. Он ненадежный человек, т. е. слабый, и может по легкомыслию забыть свои обязанности или возложенное на него поручение, пропить по легкомыслию чужую вещь, проговориться и т. п. Череп. Санра апат пулмĕ! На тебя надёжа плохая! Ср. тат. ӓбӓт, рус. обед.

кайран

потом, после, впоследствии, наконец. Яргунк. Кайран Иван çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, лешне карĕ (тот выиграл), тет. Скотолеч. 35. Кайрантарах апат çиме пĕтĕмпех пăрахат. Истор. Литовцсем кайран-кайран (в конце концов) тарăхса çитнĕ те, вĕсене пăхăнми пулнă. Регули 358. Вăл он чох тытнăччĕ она, кайран ячĕ. Ib. 1241. Малтан хĕрĕ килчĕ, он хыççăн евĕчĕсем килчĕç; вăлсенчен кайран каччă килчĕ, каччă хыççăн хăнасам килчĕç. Байгул. Кайраи-кайран ытти чăвашла кĕнекесене те илсе паратчĕ. Н. Карм. Укçа ямалла пулсан, кайран та ярăтăмччĕ. Вишн. 74. Кайран çиелтен пĕр вершук хулăмăш вĕт кăрмăк хурас пулать. || Поздно. СТИК. Хăппăл-хаппăл тумланап та, чупса тухап: вăл ачана туласа та пăрахнă, кайран пулчĕ вара (было уже поздно). Ашшĕ-амăшне. Спанипе Алтати, пит намăсланса, ӳкĕне пуçланă, анчах кайран пулнă. Ал. цв. 11. Халь ĕнтĕ санăн мухтавлăху умĕнче хамăн айăпăмшăн ӳкĕнетĕп те, анчах кайран пулчĕ пуль çав. Б. Янгильд. Йĕрлесен йĕрлесен, эпир: шкула кайран çитĕпĕр тесе, пăрахрăмăр та, вар тăрăх утрăмăр. || Кубня. Кайран-кая юлса пырать. Отстает все больше и больше (спутник). || Буинск. Кайран (после родов) юн кайрĕ, вăйран ячĕ. IЬ. Кайран ытлашши пулмарĕ (кровь), вăйран ямарĕ.

Кавал вар

назв. речки. Ковали. Кавал вар пирĕн ялтан пуçланать (т. е. из с. Ковалей).

кала

говорить, сказать, рассказать. В. Олг. Мĕн калатăн? Что скажешь? К.-Кушки. Хăш чух ик-виç сăмах калан та, пĕтсе те ларат. Скажешь иной раз два-три слова, и конец. Хурамал. Манран каласа пултăр, килме каларĕç: каятни, каймастни. Мое дело только сказать: велели притти, пойдешь или нет (это меня не касается). N. Он пек каламаççĕ пирĕн. Этого оборота у нас (в нашем говоре) нет. N. Эс апла никçан та ан кала (не скажи, не употребляй этого слова; «эс апла никçан та ан калаç», значило бы: «не говори в этом духе»). Юрк. Калама та çук (нечего говорить, что...; разумеется), ку вырăна часах çакланма (попасть) ĕмĕт тăвас çук (нельзя). Ib. † Сарă ачапа выля-выля, аллăм çыххи татăлчĕ. Аннене курсан, ан калăр. Калăсăр, калăсăр, калике (пусть вы скажете), манит парăп, хăтăлăп (избавлюсь от наказания). Трхбл. Пĕрре, иккĕ, вуниккĕ; кам каларĕ вуниккĕ? — Эп каларăм вуниккĕ. N. Эпĕ вĕсем Д. çĕрне каяс тесе каланине (как они говорили о том, что отправятся) илтсеттĕм. Якейк. Эс тем те калăн! Ты скажешь! (т. е. ты выдумаешь не знаю что). Сред. Юм. Калама тытăннă сăмаха каламас, вилме выртсан, час вилмес, тет. (Поговорка). Юрк. Çыруçă, вырăс çырăвĕнче ун пек паллăсене калама вĕреннĕскер, лешсем: «бзав», тесе калама хушсан, малтан ку, вăтанса, каламасăр тăрать (молчит). Изамб. Т. Унăн суккăр арăмĕ ултă ачипе тепле пурăнĕ. — Ан кала та (что и говорить)! ун пек ачасемпе юлакан арăмсĕм нумай пулĕç. N. Ăна паçăрах каламалаччĕ те... Это надо было сказать еще давеча. Сред. Юм. Ман çинчен: о çапла çӳрет (поступает, ведет себя), тесе кала пĕрех (попробуй-ка сказать про меня...), вара туйянан ху валли йыт çимен патакка. Ib. Ман çинчен он пик каланă пол (попробуй-ка сказать так про меня), çӳçна (= çӳçне) пĕр пĕрчĕ йолмиччен çăлса пĕтерĕп! Ib. Калас-калас тенĕ сăмахсĕм порччĕ, тăта çапах чарнса тăтăм. У меня были такие вещи («слова»), которые я непременно хотел высказать, но я удержался. N. Иван эсĕ мана Хусанта пурăнма хăварасшăн маррине килсе каларĕ. Иван сообщил мне, что ты не желаешь, чтобы я оставался в Казани. Регули 517. Вал каларĕ: килеп, тесе. Он сказал, что придет. N. Каласан та, ĕненес çук; вăл çапах та суя мар, чăн пулнă. Трудно этому поверить, и все-таки это правда! N. Уна каласси те çук. Об этом нечего и говорить, сеIаvа sansdire. Качал. Хай сысна тухрĕ ятлаçма: халĕ çатăп (= çиетĕп) сана; миçе калас сана: ан яр, тесе? (сколько раз тебе говорить, чтобы ты не пускал сюда коров?). N. Эп вунçичĕ пус укçа тупрăм! — Ан кала, пуйрăн! N. Кун пек вăрçă пулнине каламаççĕ. Не слышно, чтобы когда-либо была такая война. Карм. † Утçăм анмасть тарăн çырмана, чун тӳсеймест хытă (грубо) каласан. || Велеть, повелеть; советовать. Регули 11. Эп ăна килме каларăм. Я ему велел притти. Ст. Чек. Эп нумай калаçмастăп: пĕрре каласа тунă пултăр. Я долго не разговариваю: раз сказано (приказано), и должно быть сделано. Альш. Никамран ыйтмас-тумас вăл кун, никам каласса пăхмас (девушка): Микула кунĕ кĕвĕ каламала, тет те, утат. N. Епле торах каларĕ-ши мана пор çĕре те çитме! Регули 1069. Апай илме каланăшăн (каланăран) илтĕм. Т. Ку тĕттĕмре малала кайма каламăттăм эпĕ сана. В такую темь я не советовал бы тебе итти (ехать) дальше. Байгул. † Атте каларĕ хĕр пăхма, саррине те, вăрăммине, çӳç хĕрри кăтрине; ури çине пус, терĕ, хĕрне намăс ту, терĕ. Якейк. Тор ан калатăр (не приведи бог) онта порăнма! || Называть; упоминать. Утăм 1928, 76. Чăвашсем те япалана (предметы) пĕр пек каламаççĕ. Николаев. Çулăн пĕр енне калакан вырăн тăваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăн тепĕр ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурат. Унтан тытма(л)ла ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. N. Çав çын эпир калакан вырăнта пулнă. || Поучать, насталять. О сохр. здор. Ăна каласа вĕрентекен çук. Его некому научить, на ум наставить. || Полагать, предполагать. Ау 9°. Мана мĕншĕн кун патне илсе килтĕн? эпĕ ху валли тĕр, тесе каларăм, тесе калать, тет. || Играть на музыкальчом инструменте. Собр. † Тăмра илтĕм калама; тăмра кала пуçларĕ, инкесем ташлама пуçларĕç. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр (под музык. инстр.) пиллесе хăварат, тет (старик, умирая, оставил в наследство третьему сыну...). Богдашк. † Купăс купăс калас пур, пĕр хĕлĕхне татас пур. || Играть т. е. издавать звук (о музык. инструменте). Бугульм. † Кали-калами купăсна калаттарсам лайăхрах. Поиграй-ка получше на твоей кое-как играющей скрипчонке. || Петь (в хороводах). Яптик. † Хурăн-варта хур пусрăм, вăрă тесе ан калăр; вăй пуçласа каларăм, шухă тесе ан калăр. Якейк. Тăхлач, йорлам, мĕн паран? Хреслĕ тенкĕ паратни? Эп илесшĕн каламас (= каламастăп). Альш. † Калăр, хĕрсем, хытăрах, вăй иртесси инçе мар. || Причитать, приговаривать. Макт З4. Качча каякан хĕр каласа йĕрекен сăмахсем. Шинар-п. Акă хăйсем мĕн кала-кала хуйхараççĕ, тет. || Обещать. Хуратл. См. ункай. || Отвечать (урок). Орау. Паян эп арихмеччик каларăм (отвечал). || Быть достаточным, доставать. В. Олг. Тата ху (положи) пĕр ластăк (немножко), каламаст-ха (не хватает на всех). || Стать достаточным (о вкусе). ЧП. Пирĕн сăра пит аван, пĕчĕкçĕ хăмла каламан (в ней маловато хмеля). Актай. Сĕт ямасăр шурă, тет, çу ямасăр тутлă, тет, тăвар ямасăр калат (и без соли солоно), тет. Сорм-Вар. Ку шӳрпене тăвар каламан (не досолена). СПВВ. Астивсе пăх яшкана, тăвар калать-и? К.-Кушки. † Пирĕн яшка пит аван, пĕчĕкçĕ тăвар калайман. || Отзываться (на вкус или на запах). Вирйал. † Пĕрне (один из калачей) çисе пăхрăм та, шерепет тути каларĕ. N. Шу тути калать. Имеет водянистый вкус. Ст. Айб. † Кăшт тутанса пăхрăм та, шерпет тути каларĕ (мед); кăшт чуп туса пăхрăм та, тути тутлă каларĕ (у парня). Юрк. Тĕтĕм тути каламас. Не отзывается дымом. N. † Çырлисем калĕç çĕр тути. (будут отзываться землею), пирĕн тăван калĕ пыл тути.

калам-кун

калам-кон (к̚ун, к̚он), «Трехдневный праздник у чуваш: в Лазареву субботу, в великий понедельник и среду». Начерт. 99. || Пасха (т. е. первый день п.). СТИК. «Калăм-кун — пасха (говорят только старики и старухи). || Лазарева суббота? Якейк. Калăм — Лазарева суббота (= мăн калăм). Калăм каç ват стариксем, карчăксам киремете пуççапма, çынсене тохатма çирмесене (так!), йăвăç котсене каяçç. Калăм ыран тенĕ чох пĕр япалашне хĕрĕх пĕр йопаран çĕçĕпе (згс. çиçĕпе) е портăпа хĕрĕх пĕр торпас касса илеççĕ. Онта йăтă пăх, хăмла, тăвар, талпиçен, сала-кайăк пăх хораççĕ те, калăм-кон, тол çутăличченех, хăмла вырăнне кайса, çонтараççĕ. Çапла тусан вара хăмла лайăх полать. Калăм-кон никама та ним те памаççĕ. || В след. примерах значение сл. не выяснено. Т. IV. Калăм-кун йĕке курсан, вăрмана кайсанах çĕлен курат, теççĕ. N. Калăм-кун. Пирвай шăматкун пулат. Мункун эрнипех пулат. Онтан юн-кун, ыран мункун тенĕ чух (siс!). Калăм ваттисем çӳреççĕ, вĕсем пур япаласене йăтса (?) каяççĕ. Кĕпе тӳмисене, пиççиххи татăкĕсем илеççĕ, вилĕ вар пуçне каяççĕ. Унта вĕсем шăтăк алтаççĕ те, калаççĕ: пуç ыратат! вар ыратат! Тепри: ай, чикет! тет. Çапла каласа, чикеççĕ (зарывают) вĕсем макăрса. Вăл пулат (исполняется): хĕн куракан сывмар пулат. Калăм-кун кил шăлтармаççĕ, кил шăлсан, çурта шăна шăлат (толат?), теççĕ; çăнăх алласан, тырă çатăрка пулат, теççĕ. Йĕке пытараççĕ; йĕке пытарсан, калăм-кон, çĕлен курăнат, тет. Арча уçма каламаççĕ: уçсан, пӳрт çине çил сирсе каят, теççĕ. Япалана татса каяççĕ, вĕсем вил вар пуçне кушак пулса каяççĕ. Вил вар тесе, тупăк тунă юлашки йывăçсене тăкнă çырмана калаççĕ. Бел. Гора. † И хура та чĕкеç, мерчен куçлă, калăм-куна çитсессĕн юрă юрлĕ.

калăпла

надевать на колодку. Сорм-Вар. Курити çамçа, утă хытă. (Çăпата калăплани). || Разбивать на болване. || Верстать набор (в типографии). || Колошматить.

канихве

камка? Пазух. Ирхине те тăтăм, хăйă çутрăм, канихверен (вар. каниверен) кансул (вар. камсул), ай, кастартăм. Канихве (вар. каниве) кансулин (вар. камсулăн) ăшĕ хура, эпир илес (вар. выляс) хĕрсен (вар. хĕрĕн), ай, куç (вар. куçĕ) хура.

Кантăрпи çырми

назв. оврага. Ярмушка-к. Пĕчĕк-Кăканарпа Карачура хушшинче, Кăканар çырмипе Кантăрпи çырми хушшинче (ик вар хушшинче) пĕр ана сыпăкĕ (-к’) çĕр каять.

каняк

неизв. сл. Отсюда: Каняк вар.

Каняк вар

(вар’), назв. долины (лога) около с. Ямашева, Кр-Чет. р.

кару

(кару), тугой, натянутый. Изамб. Т., Альш. † Тăваткăл минтер темĕнтен (вар. темĕншĕн) хăпармаст, те пичĕсем каруран (= тăвăртан). Н. Карм. Питĕ кару. Очень круто натянуто. Ib. Питĕ кару тăрать. КС. Авăн аштарнă чухне лашасене: кару! тесе, кăшкăраççĕ (чтобы они натянули веревки). Орау. Авăн аштарнă чухне вĕрене лăнчă (слабо) ярса çавăрнсан: кару! тиççĕ. Ст. Чек. Кару исе ан пыр, туртăнат вăл (пире кумнă чуне калаççĕ). Не очень-то натягивай нитки: они и после натянутся. СПВВ. МА. Кару килет — йăвăр килет. См. Рааs. 59.

карăн

(кары̆н), вытягиваться, растягиваться; потягиваться. Зап. ВНО. Каран, потянуться. Пшкрт. Асту, эп сана пырса карăнсарак çапса ерĕп-тĕк, таста кайса ӳкĕн! N. † Карта тулли çӳрен ут, карăнса пăхса юлаççĕ. Образцы 84. Карташ чулли лашаçăм, карăна пăха юлать-çке. Альш. † Кашкăр килет карăнса, каç пулнине хĕрĕнсе. Юрк. Кăмака хыçĕсене те карăнса пăхат, çӳлелле те астăват, хыпаласа та пăхат, нимĕн тăва пĕлмес. N. Хыпаланса, унта-кунта тăрса, карăнса пăхкаласа илет те, ниçта курăнмасан: манăн та чăматанăм çук, кам илсе тухнине курмарăр-а? тесе ыйтат хăйпе пĕрле ларса пыракансенчен (других пассажиров). Батыр. † Кайăк хурсем килет карăнса, икĕ çунаттипе сарăлса. К.-Кушки. Темĕскер ман паян ялан карăнас килет. Меня нынче что-то потягота берет. О сохр. здор. Унăк ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать, пит карăнас килет (одолевает потягота). Собр. Çын çинелле йытă карăнсан, хăна килет, теççĕ. Капк. Темиçе хутчен кушакла тутлăн карăнса илсен... Ст. Чек. Çын карăнат, потягивается. Чув. пр. о пог. 178. Асамат (сĕвек) кĕперри çӳлелле карăнсан, уяр пулат. Если радуга протянулась высоко, будет ясно. Ала 108°. † Хорăн тăрăнчи хор хорчкки (так!) хорсăм çине ялт! Кар(ă)нать. || Делаться тугим. КС. Ача ĕмĕртекен арăмăн кăккăри карăнать, сăвакан ĕненĕн çилли карăнат (= тулать). Ст. Чек. Чĕччи карăнман тет-ха (= сĕт тулман). Ib. Кăккăр карăнат (чрезвычайное накопление в груди молока у женщины после родов, при, котором болит грудь). О сохр. здор. Эсир сехетсерен апат çинĕрен, вăл çинĕ апат хырăмра çĕрсе ĕлкĕреймест; çавăнпа хырăм карăнса каять те, вар ырата пуçлать; тата ытти чирсем те ереççĕ. || Околеть. Якейк. Карăнман пуçна! Карăнашшĕ! («сильная ругань»). Ib. Карăнса выртманскер! (ругань). Сред. Юм. Карăнса вилешшĕ! (пит çиленнĕ çынна: ăмма вилмес-ши тессине калаççĕ). Чтобы ему околеть!

карлăк

(карлы̆к), перила, барьер крыльца. ВНО. Карлăк, перила. Ала 31°. † Йĕççи кĕпер кăмăльне (= кăмăлне) тимĕр карлăк хутăмăр. Пазух. Хура чĕкеç чĕппи эп пулăттăм, карлăк çине ларса та эп юрлăттăм. Ib. Карлăк умне ыр ут кăкарсассăн, тăвансем килнине те çавăнтан пĕл. Ст. Ганьк. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăват, карлăк витĕр юх тарат. Начерт. 100. Карлăк — пяльцы, перила. Микушк. † Кĕленчерен кĕпер хывтартăм, праволккаран карлăк картартăм. Курм. Вар пуçне (у начала оврага) карлăк тытнă. Бугульм. † Чĕнтĕрлĕ-ях кĕпер карлăкĕ — улма йывăç турачĕ. СПВВ. ПВ. Карлăк = тытма, ленкер. Вомбу-к. Карлăк, барьер. Шорк. Карлăк, 1) перила у моста; 2) крыльцо и перила у крыльца. Микушк. Пӳрте кĕриччен пĕрре килкартинче çавăрăнаççĕ (объезжают) те карлăк патне пырса тăраççĕ. Пазух. Карлăкран карлăка çӳрерĕм, хам карлăка ямарăм. Ib. † Кив карлăк, кив карлăк; кив карлăкра юр тăмасть. Собр. Пӳртекинчен карлăк çине тухса... || Перильца у зыбки. Баннова. || Пяльцы, см. карлă.

Карççот-вар

(вар’), назв. оврага (вар) около д. Верхних Мочар., Ядрин. р.

карта

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

Картал

(кардал), назв. морд. села Киртелей, б. Б.-Тархановской в. Симб. у. Есть и вар. Карталă. N. Карталă — мăкшă ялĕ.

каршлат

кричать (о коростеле). Пазух. Карăш килет каршлатса (вар. карăш каршлатать), сар ыраша юратать.

кас

(кас), резать, рубить, пилить. Янтик. Кассан, юн тухмĕ унтан (так говорят про скупого человека). Сред. Юм. Кассан та, йон тохас çок (очень скупой). Чураль-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). N. Кĕсем, пошăт касассу-япалу!... тарнă, тет. N. Тыр вырнă чухне, касса-касса пынă майĕпе кашлинче кас-пăрах! (срезая хлеб вдруг...). Ала 56. Чăнах та ман мăй патне (до моей шеи) касса çите пуçларĕç (начали допиливать). ТММ. Вунă хут виç пĕрре кас. (Послов.). Изамб. Т. Сарнă чухне пур кĕлтесене те касаççĕ (во время аштарни). Богдашк. † Хĕреслĕ, хĕреслĕ касатпăр аслă урама илемшĕн. Упа 764. Икĕ çын вăрмана йывăç касма кайнă. Два человека пошли в лес рубить деревья. Т. Григорьева. Пуçа кассан, çĕлĕк тăхăн, алла кассан, алса тăхăн, теççĕ. (Послов.) N. † Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. N. Вăрманне касса илмелле сутнă (на сруб). N. † Шурă хăва каснă çукчĕ, ывăнтарчĕ хулсене. Рак. Хăйсен алăкне те таçтан каснă — ĕмĕрте те кайса кĕрес çук, тесе вăрçаççĕ арăмсем. Ала 87. Çав чула хĕçпе кас. КС. Вăрçăра темĕн чухлĕ салтак касса пăрахаççĕ. Вĕлле-хурчĕ. Кĕрĕкунне, пыл пуçтарас вăхăт çитсен, чиерех çынсем хăйсенне çеç мар, çынсенне, ют паллă пулсан та, вăрттăн пылсене каса каса илсе, хуçисене ахаль тăратса хăвара пуçланă. Орау. Кăçал тырă лайăх пулчĕ, касса та уçăлмасть (густой, и крупные колосья; хороший налив). Шел. 21. Урпасемпе пăрисем касса уçăлми пулатьчĕç. N. Малтан йĕри-тавăра çеремне касса тухатăн. N. Хĕрарăмсем ку вăхăтра хăшĕ йĕтем касаççĕ. Скотолеч. 28. Чĕрнесене касса якатас пулать (ногги). || О костюме. ЧП. Пурçăн пиçиххи пилĕке касать (режет, жмет поясницу). КС. Енчĕк кант(д)ри мăя касать. || О рези. Б. Олг. Ой, вар касса кайрĕ, чăрр! вар касса кайрĕ! Утăм № 1, 26. Нумай йĕтĕн чĕрӳне касса, тĕл пулмарăн сунан ĕмĕте, илтеймерĕн ирĕклĕ сасса, килĕшмерĕ сана ват тĕнче. || Клевать. Якейк. Корак касман пĕрчĕк çок (все ягоды у рябины исклеваны). || Грызть. N. Хутаççа шăши каснă (продырявили). N. † Пире укçа памасан, шăши кастăр енчĕкне. Сала 97. † Çав укçана памасан, шăрши кастăр енчĕкне. || Кроить. Шишкин. † Шор сăхман ăма осал? — Сак çине хорса каснăран. Чершаг. Ман ачанне сăхман касрăн-и? (скроил-ли?) || Стричь. Яргуньк. † Инке маншăн ма макăран? — Сурăх, тесе, касас çук, сăхман туса, тăхăнас çук. КС. Паян сурăхсене касса ятăм (остриг). N. Хăлха таврашне ытла кĕске касрăн-çке эсĕ? Ты уж слишком коротко остриг волосы около ушей! N. Ачасем çӳç(ĕ)сене эп яланах хам касап, çынна кастармастăп. || Рубнуть. Кан. Вăл тӳрех çывăракан старик патне пырса, ăна пуçĕнчен каснă (рубнул). || Оперировать. Юрк. Унта каснă хыççăн (после операции) вилет (умер). Кан. Пульнитсара пуринчен ытла касса тӳрлетмелле чирсемпе выртаççĕ. || Анатомировать, вскрывать. Чхĕйп. Вилнĕ çынна лекĕрсем каснă (вскрывали). || Легчить, castrare. В. Олг. Мăкăр кас. Вотлан. Нӳхрепре касман така çӳрĕ? (Шăрши). || Ударить передними ногами. Орау. Чуттах хăйне касатьчĕ. Лошадь чуть не ударила его передними ногами (встав на дыбы). || Проедать, промывать (о воде). Орау. Шыв çул хыттине касса кайнă та, çул хĕрринче шĕл-кĕшленсе (т. е. юрпа хутăш) тăракан шывсем юхса кайнă. || Ударить, бить. Орау. Çĕннисем (те, кто стоял за передел) ватса вĕлернĕ, теччĕр, тесе, Терентюкĕ лешĕ (т. е. Шăрши) вилсен, пĕкĕпе пырса каснă, тет. Ib. Ачана касрăмăр. Мы отдубасили, отколотили парня. N. Унтан касат, касат чăпăрккăпа, арăмĕ тăраймас. Тогач. Пĕр каска урлă икĕ алтан пахаççĕ, икĕш те пĕр-пĕрне касаймаççĕ. (Куç). Ала 6°. Сикнĕ чух, эсĕ манăн купарчаран кас. ТММ. Пĕр ута (лашана) касни пин ута çитет. || Убить. Юрк. Пăшал пенине леш енчисем илтсен, эпир ăçта тăнине пĕлсе, çĕрле çывăрсан, хамăра касса пĕтерсе кайĕç тесе, хăраса... || Губить. Сборн. по мед. Пирĕн хура-халăха, сывлăхлă пурăнас тесен те, çав пĕлменниех (невежество) касать. Чхĕйп. Сымар çынĕ чĕрĕлмесен, вилсен: çук, пирĕн çына хăш киремечĕ те пулсан касса карĕ, тенĕ (говорили). Юрк. Укçа çукки касат (безденежье донимает). Кан. Анчах лапка прикашчăкĕ путсĕр çын пулни касрĕ. || Сред. Юм. Касать, очень нужно. || Бойко говорить. КС. Вăсам вырăсла касаççĕ анчах! Они хорошо говорят по-русски. N. Чĕлхи çĕлен сăнни пек касать шуйттанăн. || Изьездить, исходить. Орау. Виттĕр каснăç эппин эс Хусана! Ты, значит, всю Казань изъездил (напр., переезжая с квартиры на квартиру). Ib. Хусан кĕпĕрнине виттĕр каснă ĕнтĕ вăл. Рак. Лутра вырăс ял касать. (Укçа). Бюрг. Тĕнчене касса çитнĕ (обошел, видел весь свет; нехороший отзыв). Утăм. Çавăнпа эп халь тĕнче касап. Альш. Хула касса çӳрерĕмĕр. Мы ходили по городу. Шел. 88. Тĕнче касса çӳресех пĕтеретĕн пурлăха. || Очень хотеть. Якейк. Ман йорра вĕренесшĕн касатьчĕç анчах хĕрсем (очень хотели). Кильд. Кам апла аскăншăн кассах çӳрекен пур. Кан. Пĕтĕ ĕне вăкăршăн касмаст. || О пронзительном ветре. Орау. Çил виттĕр каса пуçларĕ. Ветер, крепчает. N. Çурçĕр енчен, витĕр касса, сивĕ çил вĕрнĕ. Н. Лебеж. † Ман çийĕмре йĕтĕн пир кĕпи, мĕн касмин те, çил касать. || Полтава. Ак сасартăк çын сасси, вăйлă саспа кăшкăрни хаяр касса илтĕнчĕ («вдруг восклицанье раздалось»). || Тюрл. Сăкман лайăх çипçассăн: касса тăрать, теççĕ.

каскалăх

место, где много кряжей. Мусир. † Ют çын килкарти каскалăх, каскалăхра çĕленлĕх. Цив. † Çичĕ-ют картиш (вар. карташ) каскалăх, каскалăхра çĕленлĕх. ЧП. Аслă çул хĕрри каскалăх.

касначчей

(-ц’ц’эj), казначей. || Девушка, собирающая деньги во время хĕр сăри (сăрапа кайсан). Альш. Кубня. Касначчейĕн каснă сакки (ударение на «а»!) урлă-пирлĕ тăрăх сакки. (Чӳрече; вар. чӳрече урлисем). Ст. Шаймурз. Урлă сак, пирлĕ сак касначчейĕн тимĕр сак. — Туп! — Вăл та пулин чӳрече хашаки.

каталă

каталлă, с кустарником или рощею. Торв. Эпир çав вăхăтра пĕр каталă çырмана пырса çитрĕмĕр. НТЧ. Пирĕн çĕрте, хамăр ялтан пĕр икĕ çухрăмра, пĕр каталлă вар пур.

каттăршнай

(катты̆ршнаj), первоначально — каторжный, каторжанин (брань). Кубня. Кукăр çăка кутĕнче каттăршнай пăхĕ выртать (вар. пур. Чĕлĕм). Орау. Каттăршнай! (ругают и свиней, и собак). Ib. Ах каттăршаай ачисем! сухана (лук) йăлт тăпăлтарса кайнă! Ib. Ах, каттăршнай ачи! Мĕн хăтланать вăл? КС. Те ĕлĕк ун пек сăмах пулнă — каттăршнай. Орау. Хăй енеллех туртать, каттăршнай! Все в свою пользу говорит, шельма!

кача

(каџ̌а), коза. Пир. Ял. Иртĕнсе кайнă, есрел выльăхĕ — мăйраллă кача та, кĕтӳрен пăрăнса, çыр хĕррине çитсе, хурхух курăк çулçине татса илме тăрăшса, кутăн парăнчĕ. N. Чăваш калать: кăвăрч пăтти (scr. пăти). Сыпрăм пăхрăм — кача пăх. Тухрăм та, чискиртăм, тесе калать вырăсĕ. Чураль-к. «Качака» юмахĕнчи кача юри: вар-вар урлă каçрăм, вар-ути татрăм; хир-хир урлă каçрăм, хир-хир ути татрăм. Енчĕк тули сĕтĕм пур, мăйăр хуппи тули пылăм пур, йĕкел хуппи тули çăвăм пур, уçăрах, ачасем!

кикак-какак

подр. крику диких гусей. Сорм-Вар. † Кикак-какак хур каяк, кĕр каят те, çур килет; эпир çавнашкал килеççук (= килес çук).

кил

(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.

кил-кушши алăкĕ

ворота. Сорм-Вар. † Кил-кушши алăкне çитрĕм те, каяла çаврăнса пăхрăм та, йĕре-йĕре тăрса юлчĕ (жена).

килĕнтеш

(кил’э̆ндэш, к’ил’э̆н’д’эш), «женский персонал (снохи) в доме». Н. Карм. Пичче арăмĕ ман арăмпа килĕнтеш пулат. Качча кайнă хĕртен ыйтаççĕ: санăн килĕнтеш пур-и? теççĕ (т. е. есть ли еще другая сноха). Альш. Ирхине вĕсене килĕнтешĕ-мĕнĕ тухса тăратать. Ib. Килĕнтешĕсем — каччипе пĕр тăванăн арăмĕсем. Ст. Чек. Икĕ кин пĕр-пĕрне килĕнтеш теççĕ (заочно, не всегда). Ib. Икĕ килĕнтеш лайăх пурăнаççĕ. Две снохи в доме живут мирно. Ib. Килĕнтешĕм манăн усалччĕ. Ib. Килĕнтеши — сноха данной женщины, все ровно, младшая или старшая. Ib. Сан килĕнтешĕ килте пулчим? Ib. Ĕлĕк тăват-пилĕк килĕнтеш пĕр çуртра пурăнатьчĕç, халĕ апла мар ĕнтĕ; качча кайсанах, уйрăлса тухма пикенеççĕ. Ib. Кинлĕ-килĕнтешлĕ пултăмăр, çемье пысăк пулчĕ. (Женили и сына и брата, поэтому и увеличилось семейство). СПВВ. Килĕнтешсем умĕнче киненейсе çӳрес-мĕн. Ib. Килĕнтеш — кинпе кин иккĕшĕ. К.-Кушки. † Ик килĕнтеш тӳрĕ (дружны) пулсан, кил кӳрнекне çав кӳрет (вар. вăл кӳрет). N. † Ик килĕнтеш тӳр(ĕ) пулсан кил илемĕ килетĕ-çке. Тайба-Т. † Икĕ килĕнтеш тӳр тăрсан, çавă кӳрет кил илемне. Кĕвĕсем. Хурăнташ хура юратать, килĕнтеш кине юратать. N. Кил, килĕнтеш, кĕмĕлтеш, кĕмĕл укçа сăвакан. ЧП. Кӳрĕш хĕрĕ кӳрнеклĕ, килĕнтеш тума юрамасть. Изамб. Т. † Кӳрше хĕрĕ кĕрнеклĕ (так!), килĕнтеш тума юрамаст.

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

кин

(кин’, к’ин’, кин), сноха, невестка; жена моего сына; жена моего брата, который моложе меня; вообще так называют жену родственника, который моложе говорящего. Н. Карм. Кин — жена «пултăр» (арăмăн шăллĕ). Ib. Ывăлсем — старший (надо: младший) брат мужа; жена его — кин. N. Кин — жена «пĕчĕк кукка». КС. Эп сирĕн кине куртăм. Сирĕн кин (или: кинĕр) килте-и? Якейк. † Пирн апийăн тăхăр шăл: олттăш çăккăр çималли, виççĕш кинне çималли. N. Тата йысна мана ятлать: эсĕ йĕкĕлтесе уйăрса ятăн ман кине, тит. || Обращение к младшей посторонней женщине. Сорм.-Вар. † Кинĕм, юрла, тесе, кинĕм, юрла, тесе, атте укçа парас çук, анне укçа парас çук.

Кипет

назв. божества. Альш. Кипет ырсем, сып. юсман (вар. Кипет ырсем, юсман, шерпет). См. Кипĕт.

Киремет пырри

назв. оврага (вар) около дер. Хир-бось, Вурнар. р.

кирли

как и следовало ожидать; естественно (конечно). Юрк. Пасарти çынсем хутлăхĕнче çӳренĕ чухне пĕр чыкан арăмĕ, кăна курсан, хăй упăшки-тĕр тесе, пĕлсе, кирли, ун хыçĕнчен хыпаланса ута пуçлат. Халапсем. Вĕсене хирĕç ку та: сурăх ашне пĕçерме вутă çитмерĕ, эпĕ çавăнпа сирĕн тумтирĕрсене хуран айне хурса çунтарса пĕтертĕм, тет. Лешсем, кирли, йĕре пуçлаççĕ. N. Шыв арманĕнчен тинкĕле çăнăхĕ авăртса таврăннă чухне, пĕр вак курса, кирли, çав вакра тинкĕле юрма тытĕнчĕç, тет. Собр. † Шурă курница чул кăмака, кирлĕ марччĕ, кирли, сăрлама; çаккăн чухлĕ ырă çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли, юрлама. АПП. † Сирĕн пек лайăх çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли (вар. пире), юрлама.

кирлă

(к’ирлы̆, то же, что кирлĕ. Шибач., Сорм-Вар. Хочехмăт. Вара лаша каать: ярсам мана, кирлă вăхăтра темиçе (зсг. тименсе) тенкĕлĕх кирлĕ пулăп... тет.

куян чĕппи

зайчёнок. Бугульм. † Сиксе тăрса тармашкăн çап айĕнче выртакан (вар. çапă айĕнчи) куян чĕппи мар эпир.

кукăр

кокăр (кугы̆р, когы̆р), кривой. N. Пĕр пĕчĕк кукăрскер пĕтĕм хире çĕмĕрет. (Çурла) || Кривизна. Собр. Хăваран кӳме автартăм, хыçне кукăр юлминччĕ. ЧП. Кукăр кутлă шурă хурăн çул кукăрĕпе çавăрăнат. || Альш. † Кайăк хурсем каяççĕ картипе (вар. кайăк хурсем килет картипе), кукăртан кукăра шыраса. || Угол (в избе). Никит. † Тĕпелти кукăрта ларакан мĕн сыхласа ларат-ши? — çуллă çăмарта сыхласа. || Отдельная часть селения. N. Хамăр кукăрсене кукрипех салам яратăп. Цив. † Пирĕн ял кукри виç кукăр, виç кукри те çаранлăх. || Закоулок? Пазух. Пăр пуянăн лутра хĕрне сыхларăмăр кукăрта. Ib. Çăварни кукри — çич кукăр, кукăрсерен сарă хĕр. || Поворот, излучина (реки и т. п.). Тим. † Çарăмсенĕн (речка) кукри çичĕ кукăр, çиччĕ çаврăнасси час пулмĕ. Пазух. Акăш кӳлĕсенче пулать, кукăр шывсенче пулат. Янш.-Норв. Эпĕ шыв хĕрне çитсессĕн, пĕр пысăкрах кукăра кĕрсе: çакăнта кăвакал таврашĕ çук-и-ха? тесе, çавăрăнса пăхрăм (посмотрел вокруг). ЧП. Кĕçĕнех те çырма виç кукăр. || В перен. зн. N. Харпăр хăй ĕçĕмĕре тĕрĕслер, никама та кукăр ан курар. Альш. Унтан-кунтан кукăр курат (критикует, осуждает). Истор. Шуйский хăй ĕмĕрĕнче кукăр çулпа нумай çӳренĕ. Сред. Юм. Ман сăмаха кукăр ан кур, Не поправляй моих слов! Ib. Тем кокри пор (говорят про человека, если он сердится). N. Пирĕн пĕр кокăр порччĕ, она тӳрлетрĕç-ши? || Срединный брусок телеги, соединяющий две ее подушки. К.-Кушки. Урапа кукăрĕ (кукăри). Сред. Юм. Орапа кокри тесе, орапа пĕккисĕн айĕнчен тăрăх ярса кайри тĕнĕлпе орапа потошки витĕр кăларакан кокăр патакка калаççĕ.

кукăрчăк

кривулина (встр. в загадке). Собр. Кукăрчăк, кукăрчăк (вар. кукăрчăк-какăрчăк), утмăл икĕ кукăрчăк. (Çивĕт). Абыз. Кукăрчăк, пикĕрчĕк, утмăл икĕ кукăрчăк. (Çатан). Собр. Икĕрчĕк, кукăрчăк, утмăл ик куккăр. (Çатан авни). Т. II. Загадки. Икĕрчĕк, кукăрчăк, утмăл икĕ кукăрчăк. (Сивĕ тытни).

Копаш

неизв. сл. Отсюда: Копаш вар.

Копаш вар

назв. поля около дер. Сорм-Вар, б. Ядр. у. Макка 106.

Ӳп тăвайăкки

назв. оврага (вар) у д. Анат-к., Чув.-Сорм. в. Ядр- у.

ăмăрт-кайăк

орёл. Чебокс. Ăмăрт-кайăк (ŏмŏрт), орел. ЩС. Ăмăрт-кайăк — орел. Ст. Шаймурз. Эпĕ виç-кунлăх çĕре каятăп, эсĕ урхамаха аш пар, ăмăрт-кайăка утă пар, тенĕ те кайнă. «Я уезжаю (ухожу) на три дня; ты аргамаку давай мяса, а орлу сена». Сказав это, он отправился. Сорм-вар. † Ăмăрт-кайăк анне пур-ччĕ; ир пулсассăн, салатаччĕ; каç пулсассăн, пуçтараччĕ, — халĕ кам пуçтарса усрăши? (= усрĕ-ши). Была у меня орлица-мать; по утрам она (нас) распускала, по вечерам собирала, — кто теперь будет собирать (нас) и ухаживать (за нами)? Об этой птице есть интересн. сказка в текстах В. Н. Орл., I, 269.

ăншăрт

(ы̆нжы̆рт), порча, постигающая человека вследствие чьей-либо ссоры. СПВВ. КЕ. Ăншăрт, хаяр çын вăрçсассăн, тепĕрне çантах темĕскер лекет, ăна: ăншăрт ӳкнĕ, теççĕ. То же знач. и в Сред. Юм. Н. Карм. Çынпа вăрççассăн лекет, теççĕ ăна. Çынпа вăрççан, кайран çын чирлесессĕн: çын ăншăрчĕ лекнĕ, теççĕ. Вара вĕтĕ икерчĕсем тăваççĕ те, чирленĕ çыннăн пуçĕ тавра çавăра-çавăра, сăмахсем калаççĕ: çавăн ăншăрчĕ тухтăр, унăн ăншăрчĕ тухтăр, теççĕ. Унтан вара, хире кайса, лартаççĕ. Нюш-к. Çынсем вăрçнине курсан, сурса иртсе кайма хушнă ваттисем; сурса иртсе каймасан, ăншăрт ӳкет, теççĕ. [Ăншăрт ӳксен, чĕрне çине шурă (пятнышки) тухать]. Ст. Ганьк. Килти ăншăрт пусан та, тул ăншăрчĕ, (мир) халăх ăншăрчĕ, пуху ăншăрчĕ, арăм ăншăрчĕ, хĕр ăншăрчĕ, арçын ăншăрчĕ, ача-пăча ăншăрчĕ ― çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Н. Седяк. Ăншăрт çынсем вăрçнине курса хăранăран пулать, теççĕ. Кăмакана кумкка тăвар пăрахаççĕ: вăл унтан шартлатса сирпĕнсе пĕтет; тĕпренчĕксене пухса, шыв çине ярса ирĕлтерсе, шывĕпе алăк хăлăпсем, сак хăмине çуса ĕçтереççĕ. Макка 235. Унтан тата ăншăрт тăваççĕ, ăншăрта ак мĕншĕн тăваççĕ: кам-та-пусан пĕр-пĕр çын вăрçнă çĕрте тăрсан, çавăнтан кайран е пĕр-пĕр япала ыратсан, е ăш-мĕн е пуç ыратат-и, хуть те мĕн ыратсан та, вара: ăншăрт ӳкнĕ, тесе, ăншăрт тăваççĕ. — Ăншăрта ăна ак çапла тăваççĕ: пĕр начар путеке илеççĕ те, çыран хĕрне кайса, çунтарса яраççĕ; çавнах тата тепĕр тĕрлĕ ак çапла тăваççĕ: çăнăх илсе, вĕçтерсе яраççĕ те, унтан вара: чире вĕçтерсе ятăмăр, теççĕ. Магн. М. 142. Ăншăрт (хаяр). . Ăншăрт ӳкни. Альш. Ăншăртран вĕрес. Заговорить болезнь ăншăрт. Упа 656°. Хĕрĕх те пĕр чул çине хăçан ăншăрт ӳкет, çавăн чухне тин ӳктĕр. М. В. Шевле. Ăншăрт — болезнь. Жертв. кн. Ăншăртъ (sic!) Ашшĕ така (вар. Ăншăрт Ашшĕне така). У ăншăрт есть и мать. IЬ. Аншарт сирен (чит. ăншăрт сирен). || «Ожесточенный.» Полтава 221. Ăншăрт çынпа тĕл-пулсан, пĕрле куç-çуль юхтарать (с ожесточенным слезы льет). || Бранное выражение, что-то в роде русского «чорт». М. Яльч. Чертаг. Ăншăрт пак çиленсе çӳрет. Ходит и злится как ăншăрт. Ст. Чек. Ăншăрт: 1) что-то йӳçĕ; йӳçĕ япала; 2) ăншăрт, тесе, çынна калаççĕ: тискер, хаяр çын пулат, тискерĕн пăхат. Ăншăрт пек пăхат.

ăншăрт-курăк

или ăншăрт-курăкĕ, назв. растения. Ст. Чек. Ăншăрт курăкĕ: вар ыратнăран вĕретсе ĕçеççĕ. СПВВ. Х. Ăншăрт курăк, трава от сглазу. Хурамал. Ăншăрт курăкĕ. Ăш ыратсан, пуç ыратсан, çавна, вĕретсе, ĕçеççĕ. Adonis (vernalis?). Сред. Юм. Ăншăрт кȏрăк. Кашк. Ăншăрт-курăк(-ы̆к), то же, что у др. хаяр-çырли. Сред. Юм. Ăншăрт ӳксен, çиекен çинçе корăк (вĕтĕ тȏналлă, çӳлĕçлĕ, вĕтĕ вăрăлă корăк). СПВВ. ИА. Ăншăрт — çил ӳксен, ăншăрт курăкне ĕçме хушаççĕ. Букв. 1904. Тин ешерекен çемçе курăк çинче ахах евĕрлĕ ăншăрт курăкĕ шăтса тухрĕ.

ăш ыратни

боль в животе. Альших. Ăш ыратат. Болит живот. || Понос. КС. Ăш ыратать — понос. См. вар-витти.

Ĕне-варĕ

назв. оврага. Алешк. || Ĕне-ваþ (вар'), овраг. Кожак.

Ĕне-Каççи ваþ

(вар'), назв. оврага у д. Верхн. Мочар, Ядр. в.

Якори ваþ

(jагори вар'), назв. местности около с. Ямашева, Шумат. в. Ядр. у.

Ялок ваþ

(jалок вар'), назв. оврага. Икково. Ялок ваþ ― тип-çырма.

ялт

(jалт), подр. быстрому движенню. Сред. Юм. Пуçне ялт çĕклесе пăхрĕ. Моментально поднял голову и посмотрел. Макс. Чăв. К. I, 50. Йывăç çулçи ялт (сразу, быстро) ӳкнĕ. Тогаево. Онтан пӳрт кĕтессине ялт çĕклерĕ, тет те, вĕлт анчах тохса карĕ, тет. Турх. Вĕçен-кайăк йăвинчен парт вĕçнĕ (быстро вспорхнула) чух, утă çулакан хăй пуçне ялт çĕклет. Ала 103°. Хорăн тăрăнчи хор хорчкки; хорсам çине ялт (быстро поднимая голову) карăнать (тянется). Т. VII. Паçăр çинĕ чухне (когда он ел) янаххи ялт-ялт сикеччĕ (быстро двигались челюсти). Букв. 1904. Хайхи шăнса хыта пуçланă çыннăн чĕри ялтах сикет. Ст. Яха-к. Ялт-ялт ― движение хлеба на иголке в гадании. См. уткăнтар. || Подр. бросанию, отшвыриванию. Орау. Кучикне: ялт! утса ярать (откидывает). БАБ. Лаша ун çинчен, ута (сено) ялт сирсе ячĕ, тет (отшвырнула). || Подр. скачку. Магн. Яш ачасам ялт та ялт (скачут), сарай алăк шолт, шолт, шолт! Якейк. Каская çапса лартнă савăл ялт сиксе тоххăþ. Ч.К. Ман тиха сасартăк темĕрен хăрарĕ те, кутне: ялт! сиктерчĕ те, мана çат! тутарса хăварчĕ. Урмай. Çак сумахсене илтсен, анчăк çури ялт анчах тухса сикрĕ, тет, вăрманалла. Сорм-Вар. Кусса пынă çĕртрех пĕр шăтăка ялт! сикрĕ, тет (клубок). Альш. Вăл качака пек ялт-кăна сиксе каçнă (перепрыгнул). N. Савăннă хăй, ялт! ялт! сиксе çӳрет. Ашшĕ-амăшне. Лисахви ялтах сиксе кайса (вздрогнув), ăна хирĕç: аван пурăнатăп-ха! тенĕ. ЙОН. Амăш атан пуснă чух, урам урлă ялт та ялт, çампа тӳшек çук пулнă. Ашшĕ така пуснă чух, урам урлă йăлт та йăлт, çампа тăлăп сук пулнă. || Подр. отрывистому движению пламени. Сред. Юм. Пошар пит вăйлă пȏлас, вăт çути контанах ялт-ялт туса корнать. Тим.-к. Янасал ялт-ялт, кураскил (чит. Ураскилт) хат-хат. (Çиçĕмпе аçа). Орау. Насусне уçланă чухне, вут çулăмĕ вучахĕнчен уçланă майĕпе ялт, ялт, ялт! туса тухать. Когда качают насосом, то пламя в очаге то вспыхивает, то погасает. IЬ. Çиçем çиçрĕ те, ялтах (jалдах) çутатса ячĕ (сразу осветило). См. МКП 10, 11, 48, 49.

Ялтра

(чит. jалдра), назв. сел. в Ядр. у. Макка 107. Ялтра (Юманай). Следует писать: Ялтăра. Сорм.-Вар. † Ялтра пасар(ĕ) хĕр сутти, Нурăс пасар(ĕ) пуç, сутти.

Ямаш ваþ

(вар'), назв. оврага около д. Верхн. Мочар, Ядр. в. и у.

Ямпарс

повидимому, некогда имя мужч. || Назв. оврага (вар) около с. Янш.-Норв.

Ямпăлат варĕ

назв. оврага (вар) около с. Чув. Кулатки, Хвалын. у.

Ясăк ваþ

(jазы̆к вар'), назв. луга, на восток от с. Иккова.

Яскан ваþ

(вар'), назв. оврага. Икково.

Яхун(к)ка варĕ

назв. оврага (вар ячĕ). Чув. Кулатка.

Яшплат варĕ

назв. оврага (вар) около с. Елаур, Сенг. вол. и у. Макка 49).

яшт

подр. мгновенному прыжку. СТИК. Яшт сиксе каçрĕ, перепрыгнул. [Сред. Юм. легко перепрыгнул (о человеке)]. Урмай. Хай анчăк çури яшт анчах сиксе ларчĕ, тет, кусем çине; кăштах тытаймарĕ, тет, кусене. Б. Яныши. Кошак: шăши, тесе, яшт сикрĕ, тет те, кашкăра питрен ярчĕ-илчĕ, тет. || Подр. быстрому поднятию. Ала. 82. Çĕлен старикрен виçĕ хутчен ыйтрĕ, тет те, хӳрине яшт çĕклерĕ, тет те, старик иртсе карĕ, тет. || Подр. вскакиванию с места. Кан. 1929, № 46,4. Чышкисене чăмăртаса яшт! сиксе тăчĕ (вскочил). М. Васильев. Выçă тотар ирхине яшт-çиç сиксе тăрат мĕн. || Подр. лизку. Сред. Юм. Ине тăварлă хорана яшт, яшт! тутарса çуллать (лизание коровы). || Подр. вытягиванию тела во весь рост. Ядр. Яшт чăсăлса тăчĕ (вытянулся стоя). Бгтр. Пĕчик ачана тĕне кӳртнĕ чух, вăл хурантан яшт чăсăлса тухсан: вилет, теççĕ, хутланса тухсан: вилмест, теççĕ. || Подр. мгновенному прохождению или минованию. Бгтр. † Ух, ĕмри, яш ĕмри, яштах иртсе кайрĕ пуль! Тораево. † Яшăм, яшăм, яш ĕмĕр, яштах иртсе карĕ, курнать. Рус. † Яшка çурти кĕлеткем яштах сая каймин-ччĕ. || Подр. пронзанию. Шурăм-п. № 10. Туртса кăларчĕ пысăк çĕçĕ, яшт-çеç ăна тутарчĕ. Матки çухра юлчĕ (жену пронзил ножом). || Подр. колотью. Альш. Яшт чиксе ыраттарать. Колет (по временам). Орау. Калинккерен кĕнĕ чухне, чăркуççире яштах чикрĕ те, эпĕ вара кукленсех антăм. || Подр. втыканию. КС. Çемçе çĕре патак яштах кĕрсе карĕ. || Подр. быстрому отдергиванию. Сред. Юм. Аллине ман пĕç çине хорсан, йĕппе чикрĕм те, яшт! тортса илчĕ (получается незначительный шорох). || Подр. быстрому, как-бы мгновенному росту. Никит. Ырашăн та çавăн пекех ӳсесси пулмарĕ. Вăл, çур-кунне яшт кайнăскер, старик пек кукленсе, хытса ларчĕ. Орау. Вăл ача салтак патне çитсен (около совершеннолетия), темле яштах (с удар. на 1-ом слоге) ӳссе карĕ. Н. Карм. Ĕлĕк пĕчĕккĕ-кăна-ччĕ, халь яштах ӳссе кайнă, теççĕ çамрăк ачасене (= кинетех, т. е. вдруг). || Подр. быстрому киданию. Сорм.-Вар. Киле килсен, çăмхине яшт тӳрече умне (на подоконник) утса ячĕ, тет те, çăмхи урамалла кусса кайрĕ, тет.

яштака

(jаштага), стройный, прямой и высокий. См. яшта, яштай, яштак. Шел. 127. Яштака, тӳрĕ, хитре ăвăссем (стройные осины). Хорачка. jаштагатӧр, с'ӳђӓ. Шибач. Ай, яштака (тӳрĕ, хитре) çитĕнсе кайнă! . Яштака çын = вăрăм, хитре çын. . Яштака хорăн. Ир. Сывл. 9. Яштака хырсем... шăрантараççĕ хăйсен кĕввине (льют свою мелодию). СПВВ. ТМ. Тӳрĕ пĕр туратсăр вăрăм йăвăççа яштака йăвăç, теççĕ; çӳлĕ çынна та яштака теççĕ. Сорм-Вар. † Яш ĕмĕр яштака, яштах иртсе каймин-ччĕ. А. Турх. (Ăтăр) чиркасран яштакарах. Ч.П. Çӳçĕ те хура, пĕвĕ те яштака. Хурамал. Вăрман варринчи йывăç яштака пулать (= туратсăр пулать те, вăрăм пулать). Ердово. † Çĕмĕрт холли яштака; яштак холли авсассăн та хоçăлмаç, амасассăн та хоçăлмаç. || М. П. Петр. «Яштака ― представительный, величавый».

Емешке варĕ

назв. оврага (вар) около д. Еряпкина (Хула-Ту), Спасск. у.: «Ермешкин овраг».

Енĕш чикки

назв. оврага (вар) около д. Янмурзина, Убеев. вол. Ядр. у.

Енчик варĕ

назв. оврага (вар) около дер. Ой-кас-Яуши., Мало-Яушев. вол. Ядр. у. Макка 58.

Еншик варĕ

(чит. вар'), назв. урочища на земле Б.-Яушевского общ., М.-Яушевск. вол. Ядр. у. N. Ĕлĕк Еншик пурăннă, ăна Явăш хăваласа янă. Вăл халь Еншик ларакан вырăна кайса ларнă.

Еремен ваþ

(вар'), назв. оврага (вар) около дер. Верхних Мочар. Якейк.

Еретти çырми

(рэт'т'и?), назв. оврага около с. Богатырева. Эпир çур. çĕр-шыв. 20. Çав çырмасем: пĕри «Урасăр вар», тепри «Актай çырми», виççĕмĕш «Еретти çырми» ятлă.

йывăç варĕ

смола древесная, вар. Календ. 1906. Сĕрсе татсан (спиливши), катрашкине (неровности) çивĕчĕ çĕçĕпе якатмалла та, йывăç варĕпе шăлса хăвармалла.

Йыт вар

назв. оврага (вар). Атаево. «Йыт-вар» — вар ячĕ; унта вилнĕ йытсене, кушаксене пытараççĕ.

йыт-çăмарти

назв. растения. П. И. Орл. Йыт-çăмарти вар-виттирен аван; уна, тӳсе, вĕретнĕ сĕтпе çияс пулать. . Йытă-çăмарти (или: чĕкре-тымарри, или: рак-курĕк), polygonum bistorta.

Йытă варĕ

назв. оврага (вар). Сказки и пред. чув. 60.

Йолпас

повидимому, личн. имя человека. Отсюда: Йолпас вар.

юлташ

(jулдаш), товарищ, компаньон, сверстник. М. П. Петр. Юлташ — товарищ; сотрудник; спутник. Н. Ч. Çул çӳрекен çынсемпе юлташа пырать. СЧЧ. Мирон пичче вара хăйне юлташа Иван пиччене илчĕçĕ те, тухса кайрĕçĕ. Сир. Мидия çĕрне Рага хулине мана юлташа пыраймăн-ши эсĕ? (не пойдешь ли со мною?) N. Ак сана пĕр курка, ăна юлташ тепĕр курка илсе кил. || Жена, подруга жизни. Ч. П. Хĕрлĕ улма тени маттур хĕр, ӳссен, юрамĕ-ши юлташа? Золотн. Йолташ — жена. Тимер. † Ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, пăха пĕлсен, юлташ пулмĕ-ши? Юрк. Этем çапла каласан, турă та хăй йăнăшне сиссе, кăна валли юлташа (в товарищи) нимĕнрен тума аптăраса, пур тунă япаласенчен юлнă юлашки япаласене пуçтарса, вĕсенчен тата тепĕр çын, хĕр-арăм, тума тытăнат. || Муж. Собр. 372°. Урайне кана-кана шăлсан, юлташĕ кана-кана хĕнет, тет. Если мести пол с отдыхом, то, говорят, муж будет бить с отдыхом. Сорм.-Вар. † Атя киле (юлташĕ ятне), ача-пăча пӳрт тулли.

юнлă вар-витти

кровавый понос. Орау. О сохр. здор. Юнлă вар-витти ерсен, çын юнлă чĕкĕрет. Сала 230. Юнлă вар-витти илсе кайтăрах сана! (Брань). Сборн. по мед. Юнлă вар-витти çинчен пурте илтнĕ пулĕ. Якейк. Йонлă вар-витти ерсен, ача уçăлакан мар вара.

юр-вар

кушанье: мясо, турăх, уйран, сĕт, чăкăт. А. Турх. Сред. Юм. Юр-вар, приварок; всякого рода провизия, кроме хлеба. Шалча. Йор-вар, приправа. . Йорвар ― аш, какай. N. Çак карчăкпа хĕр праçнике юрвар илнĕ, тата ĕне те илнĕ. Сред. Юм. Юр-вар ямасан, яшкан мĕн тути пȏлтăр онăн! Хурамал. Юр-вар (какай). Тюрл. Кăçал ĕне пăруламарĕ, йор-вар çок (= сĕт-торăх çок). Шибач. Йор-варсам пор-и? Пшкрт. Йор-вар пор-и? Чуратч. Ваçкă калах çăнăхне исе килнĕ: йор-вар çок, тесе, калать, тет. Хуçи, киле кайса, пуснă сысна исе пычĕ, тет. СПВВ. «Юр, вар, продукты; ĕне юр-варĕ». Хорачка. Йор-вар (= аш, кĕрпе-туар) полсан, апат тума полат. СПВВ. Х. Юр-вар ― провизия. СТИК. Ĕне юр-варĕ чист тыткаланса пĕтрĕ (вышло, израсходовано мало-по-малу). СЧУШ. Çынсем пурте савăннă, пурте хăйсем валли юр-вар илнĕ, çак карчăкпа хĕрĕн анчах нимĕнпе илмелли пулман. Истор. Хăйсен юр-вар çуккисем кӳршисенчен вăрттăн та пулин илсе пăхса янă (угощали гостя).

Ламун

имя героя сказки. Абыз. Авал пĕр Ламун каска айне пулнă; çав Ламун хуран каска айĕнче çирĕм çул выртнă (лисица его женила на дочери царя). || Абыз. † Тĕвит-тĕвит (вар. тĕввик-тĕввик) тăмани уксах (вар. уксак) чăхха юратать, çăкă пирĕн ламун уксак хĕрсене юратать.

ланк

(лаҥк), подр. звукам, получающимся в горле при питье воды. Ст. Чек. Шыв ĕçнĕ чухне çыннăн пырĕнче ланк, ланк! тăват. СТИК. Шыва пысăккăн сыпса ĕçнĕ чухне кашни сыпнă çăвар ланк! туса анса каят. („Выражение звонкого звука воды“. Отсюда ланка). || Подр. звукам, которые слышатся в животе бегущего человека, страдающего поносом. Ст. Чек. Вар-виттилĕ çыннăн, чупнă чух, ăшĕнче ланк! ланк! тăват. || Подр. болтающемуся предмету. Орау. Кĕлмĕç хутаççи пек, ланк, ланк, ланк, ланк! туса пырать. || Подр. мелленному бегу рысью (о человеке и о лошади). Орау. Ланк, ланк, ланк! чупса пырать (бежит не быстро, точно его кто-то трясет в вертикальном направлении). || Подр. тяжелому бегу большой ленивой лошади. СТИК. Пысăк наян лаша чупнă чухне ланк, ланк! туса, кута лаклаттарса пырат. (О крупной рыси ленивой лошади). || Подр. сильному зыблению. КС. Ланк, ланк! авăнчĕ (изгибался, напр. мост). Ib. Кĕпер урлă каçнă чух лăнк-ланк! авăнчĕ. || Подр. движению жидкости в бочке. || Подр. сотрясению телеги, съехавшей в небольшую ямку. Собр. Тĕпĕр-тĕпĕр [вар.(?) тепĕр-тепĕр] туй килет, ланкашкана (вар. ланкăшкана) ланк! каять (вар. сикет). [Кăвар туртни (вар. вучаха вут туртса кăларни)]. Чебокс. Кĕтĕм. Кĕнĕ çĕртех саккăлтана ланках анса карăм (провалился в ямку). Сред. Юм. Ôрапа ланк, ланк! сиксе пырать. Телега подпрыгивает (на неровной дороге). Ib. Хĕлле çôна (сани) сикмĕрчĕксĕнче ланк! ланк! туса пырать. („Означает звук при скорой езде, когда переезжают через поперечное углубление“). || Подр. быстрому опущению. Рукоп. календ. 1908. Унтан çиллине (вымя) темиçе хут алăпа çӳлелле çĕклесе, ланк! ярас пулать. То же знач. в Якейк. КС. Шăтăка ланк! анса кайрĕ (быстро опустился и скрылся). Утăм № 1.71. Те вăранчĕ ку: йăшăлтата пуçларĕ, ак! тăрать... тăчĕ те ланк карĕ. || Еметькина. Ура ланках кайрĕ. Нога так и подкосилась. || Подр. обвисанию. СТИК. Сан тумтирĕ ху çинче пĕртте тикĕс, çăт (плотно) тытса тăмаст; темĕскерле хăмпăлчăланса (мешком) тăрат, çухисем ланк тăраççĕ (шалпар, усăнса тăрат, илемсĕр).

ланкашка

(лаҥгашка), ухаб, нырок, яма, углубление. СПВВ. Х. Ланкашка, водомоина, овражек. Т. II. Загадки. Чăнкăр-чăнкăр (вар. тĕпĕр-тĕпĕр) туй килет, ланкашкала анах каять. (Вучаха кăвар туртни). КАЯ. Тата эпĕр урнă йăтта вĕлерме кайрăммăр (так!) та, Йăванĕ пирĕн чупса пырса урнă йăтă çине ланкашкана чут каяччĕ, аран çулса тытрăмăр. Н. Карм. Ланкашка, впадина поперек дороги. Орау. Пӳрт айккинчи ланкашкари шывра ачисем лапăртатаççĕ. || Яма в реке, довольно большая; вода над нею вертится. Яргуньк.

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ларма лар

гостить у родни (см. ларма). С. Дув. † Сирĕн сĕтел ури (вар. урисем) саккăр иккен, уйăх ларма ларса эпĕ курмарăм (вар. курманччĕ); лармаран лармана эп çӳрерĕм, сирĕн пек ырă çынна эпĕ курмарăм. || Посиделки. Альш. Хĕрсем ларма ларни (посиделки). Пĕрре хĕрсем каçхине çăм авăрлама пуçтарăнаççĕ, тет.

лаша-тĕрен

лошади вообще. N. Е, лашу-тĕренӳ! (вар. гов. е, лашу-качку! или: лашу-масару!).

Лекер вар

(лэгэр вар’), назв. оврага. Якейк.

ленк

(лэҥк), подр. тявканью. Собр. Йытти ленк-ленк, хӳри шанк-шанк. (Тылă, вар. сӳс тыллани). СКАЗЗ 54. Хайхи çĕлен килнĕ çĕре йăтти: ленк, ленк! тăвать, тит. || ТММ. Йытти шанк-шанк, хӳри ленк-ленк. (Сӳс тылли). N. Ленк-ленк, хӳри шанк-шанк. || Подр. вялой походке. Собр. Ленк-ленк утакан, йĕкел юман çинчен ӳкнине курнă та, çапах ăна тупайман, теççĕ. (Послов.). См. валт.

лерехре

(лэрэхрэ), более там; ulterius, Якейк. и др. Сорм-Вар. Тĕрне шорĕнчен лерехре çăкасам пор; онта вара чăваш арăмсем, ачисем чирлесен, нохратсам, хăмласам, салатсам кăларса пăрахаç.

луш

попусту, напрасно. СПВВ. ФИ. Луш вăрçă шыракан çын. Изамб. Т. Лушах (-жах) кайса килтĕм (попусту). Фин. Луш çинченех (понапрасну) çынпа вăрçма, çапăçма тытăнать (пьяный финн). ЧП. Мĕн луш каяс юхма пасарне, кримски çĕлĕк илес çук! (вар. второй половины: кайăках та хăвисе, ай, çитмелле). СТИК. Мĕн луш çыркаласа аппаланса ларан, санран-и çырăва вĕренме? вăл ĕç пире килĕшмест (зачем тебе очень заниматься письмом). С. Алг. † Мĕн калаçатăр луш-напрасно, эпир савнă туспа саклаçнă. Ст. Шаймурз. † Мĕн кӳлес луш начар шур лашана? — çавăрса çапатăр пушăра; мĕн тăватăр луш начар тусăра? — яратăр ял çине ятăра (scr. йăттăра). Сенчук. † Хура вăрман хыçне хурт лартрăм: çӳресси инçе — луш лартрăм. От русск. ложь?

лăй-лай

(лы̆j-лаj), подр. внизу. || Т. II. Загадки. Асатте пĕççи лăй-лай. (Пусă тараси, оцеп колодца). Сорм-Вар. Лăй-лай мулахай снаш. (Тараса). || Подр. переругивающимся. ГТТ. Арăмсем пус кутне (у колодца) пуçтарăннă та, пĕр-пĕринпе лăй-лай! тăваççĕ. Альш. Эпир урампа иртсе кайнă чух, пĕрин пӳртĕнче лăй-лай! туса илчĕç (непродолжительная ругань; покрикивание на детей). || Подр. быстрой изнашиваемости. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (быстро рвется). || Ст. Чек. Арăмĕ те çав, лăй-лай начар (очень слабая, вялая); кĕтӳ хума (гнать) тухнă та, аран урине сĕтĕрсе пырат (еле-еле ноги волочет).

лăк-лак

(лы̆к-лак), подр. неровным подпрыгиваниям. КС. Выртакан ача, амăшне тыттарасшăн (чтобы мать взяла его на руки), кучĕпе лăк-лак сиккелет. || Подр. сотрясению при езде. Е. Орлова. Орапи лăк-лак! тутарса пырса, вар ыратакан полчĕ (заболел). Сред. Юм. Тикĕс мар çôл çинче тарантас лăк-лак сиксе пырать. СТИК. Тикĕс мар çулпа çӳресси чыс вилĕм вăл: кута лак-лак, лăк-лак! тутарса пĕтерет.

лăнкăр

(лы̆ҥгы̆р), подр. качанью в зыбке. Альш. † Лăнкăр-лăнкăр сиктернĕ чух (когда ты качал меня в зыбке). Ib. Ах аттеçĕм, аттеçĕм! сăпка çинчи ача чух лăнкăр-лăнкăр силленĕ чух (вар. сиктернĕ чух), иç парасла марччĕ-çке (вар. ăс параттăн, аттеçĕм, халĕ епле парăн-ши?). [Хĕр йĕрри]. Перев. части посл. фр. см. Оп. иссл. чув. синт. II, 276, IV. || Максимк. Лăнкăр-лăнкăр! — подр звонким звукам в горле пьющего воду. См. ланк.

лăслă

с хвоею. Ст. Чек. † Ылттăн лăслă чăршăн (= чăрăшăн), ай, тăрринче мерчен куçлă куккук, ай, авăтат. Ib. † Хура вăрман виттĕр эп тухнă чух ылттăн лăслă чăршă тĕл пултăм; ылттăн лăслă чăршăн çийĕнче пĕтĕм хура вăрман янăрат, эпĕр савнă туспа (вар. эпĕр тăванпала) юрланипе пĕтĕм аслă ăрам янăрат. Образцы 114. Хура вăрманпа пынă чух, ылттăн лăслă чăрăш тĕл пултăм.

лăшт

(лы̆шт), подр. звуку при падении на землю нежёсткого предмета. Завражн. Лăшт (или: лăкăшт), звук при бросании лык, на землю. || Совершенно. Ёково. Кăш сопăнпа çукаласан лăштах тохса ӳкет (о грязи). || Сразу. Икково. Çил лăштах чарăнчĕ. Ветер сразу утих. N. Çын лăштах (лоштах) ватăлса кайрĕ (вдруг). || Подр. облегчению. Кратк. расск. 25. Унăн чĕри лăштах пулнă вара (он успокоился). Хурамал. Манăн ăшăм пит ырататьчĕ; эмел ĕçрĕм те, лăштах пӳлчĕ (стало легче, ыратаканни пĕтрĕ). В. Олг. Çынăн вар ыратнă чох мĕскерле те полсан амал ĕçсен, вара ыратасси чарăнсан: ăшчикă (-гы̆) лăштах полчĕ, тесе калат. Орау. Çавна ĕçсессĕнех, пуç ыратни лăштах пулчĕ.

люк

встр. в песен. припеве. N. † Хур кайăксем вĕçеççĕ, ай, малалла, çуначĕсем юлаççĕ каялла. Ай-люр-кăнам-иккен те ай-хай-люк (вар. ай-хай-люм).

льăнкăль

(л’ы̆ҥгы̆л’), подр. звону колокола. || В удвоении — колокольчики (на детск. яз), Сред. Юм. Льăнкăль-льăнкăль [маленькие дети так называют колокольчики (вар. „Маленькие колокола“)].

майсăр

(-зы̆р), неблагоприятный. беспорядочный. N. Тăрăшасса эсир ĕлĕк те тăрăшрăр (вар. тăрашаттăр) та, анчах майсар вăхăтсем кансĕрлерĕç сире. Урож. год. Çулма майсăр курăксен ватă тымаррисене вĕри шывпа пĕтерсе. || Неудобно, не с руки, не кстати, не так. Сред. Юм. Ô май хôмалла мар, тепĕр май х{{anchor|DdeLink36821048119852}} ôрас пôлать, майсăр хôран вит (= вĕт) эсĕ. || Необыкновенный. КС. Ку сăмахсем пит майсăр. || Бестолковый. N. Майсăр çынна кушак пăхма та юраман, тет. (Послов.). || КС. Майсăр çил, непопутный ветер. || N. Майсăртарах, трудновато. || Весьма, чрезвычайно, чересчур; невозможно. Зап. ВНО. Майсăр, очень, весьма, чересчур. Ib. Вăл майсăр лайăх вĕренет. Кан. Çитменне тата (вдобавок еще) майсăр вăйлă çил кĕрленĕ. Яниково. Майсăр лайăх, очень хорошо.

майра

русская женщина. В соединении с названиями народностей может обозначать вообще женщину не чув. происхождения; однако в низовых говорах б. Симб. г. вм. тутар майри обыкнов. говорят: „тутар арăмĕ“. МПП. Майра — женщина в сарафане. Ib. Чĕнмен-майра, чĕннĕ вырăс. (Послов.). СПВВ. Вырăс майри, тутар майри. Чăваш матки çармăс матки (в Сред. Юм. то же: çармăс матки). Сорм-Вар. † Майра сăнĕ пек сăнăм пурччĕ. СТИК. Майра тĕртнĕ кĕпе. [Так назыв. раньше рубашку из ткани, изготовляемой в некоторых местностях русскими крестьянками из фабричных ниток. Продавалась эта ткань на сельских базарах. Особенно этим были известны крестьянки с. Астрадамовки и Куваи (б. Алатыр. у.). Отсюда назв. этой ткани: Сартумка хĕрли, Хăвай алли. ТММ.]. N. Хĕрлĕ майра шăтăк ăсти. (Кăвар). Шорк. Майрана окошка омĕнче ларма илетни? (Говорили прежде тому, кто хотел жениться на русской, в особенности, если она не из крестьянской трудовой семьи). Орау. Ун пекки майран та пулать. Это бывает со всяким. (Поговорка). Уф. Майра хăйне мухтать (Послов.). || Дама (в картах). Шибач., Сред. Юм. Цив, Пукăнь майри, бубновая дама. СТИК. Кирпĕч, курак, хĕрес, виннăй (черви) майра, дама.

мамала

неизв. сл. в загадке. С.-Устье. Хуч (так!) хучала, хучала, хучала варĕнче мамала. (Купăста пуçĕ). Коракыш. Хут (так!) хучала, хучала, хучала вари мамала, мамала урлă вар(,) урлă-пирлĕ йĕс кĕлер. (Ула-кайăк).

мами

(мами), моя бабушка [(мять отца) из мăн+ами]. В. Олг. Мами, (сан) маму, мăнамăш, мать отца. Хорачка. Мами (второе „м“ почти. тверд.), жена тьотти (т. е. отцова отца). К.-Токшик. Мамин кочĕ мамăклă, кинемин кочĕ кирĕклĕ. (Мачча, орай). Тораево. Кăмкара мами тенки выртĕ. (Пашалу). Собр. Кинеми кирĕклĕ, мами мамăклă. (Урайпа мачча хăми). N. Кăмака айĕнче (вар. кăмакара) мами тенки выртĕ. (Çатма). Яргуньк. Кăмака айĕнче мами чăпки (надо: тăпки?) çакăнса тăрат. (Ĕне çилли). Чураль-к. Кăмакара мами тенки выртать. (Пашалу). Ib. Кăмакара мами тенки ташлĕ. (Пашалу). Тиньгеш. Мами тенкине çапса салатсан, пыçтараймăн. Актай. Мами тенки — ик тенкĕ, пуçтарса та çитереймĕп. (Юр çинчи çутă).

Мамукка киремечĕ

назв. киремети (в лесу Çӳлтикасси, в вар’е, именуемом Кашкăр вар, килом. в шести от дер. Большого Янгильдина, Чебркс. р.)

манет

или манит, рубль. Зап. ВНО. Пĕр-ик манетпĕ пӳрт лартаймăн. С Тим. † Тата выляс шухăш пурччĕ, ашшĕ-амăшĕ курман чух; ашшĕ-амăшĕ курсассăн (т. е.— эпĕ вĕсен хĕрĕпе вылянине курсан), манет парса хăтăлăп (вар. манет парăп хăтăлăп). N. Укçа 6 манит анчах юлчĕ 22 манитрен. Н. Лебеж. † Кăкри (вар. кăкăр) тулли çакна шур манит. Сунчел. † Пули-пулми таваршăн манит суса ан парăр.

маçи

(мази), мой дед по отцу. Кипулăх. В. Олг. Маçи, (сан) маçу, он мăнашшĕ. Тораево. Маçи çатмине ӳпĕнтермеле мар. Сорм-Вар. † Эпир ыр çын ывăлĕ-хĕрĕ мар, ыр çын тарçи-тĕрçисем. Маçи пуян чухнехи, саклат кĕсри тихипа эпĕр туя килтĕмĕр: лаша начар, ан тийĕр.

Маттик

имя человека. Отсюда: Маттик вар.

Мелник

(мэлник, мэлник’), мельник. Изамб. Т. Сред. Юм. Сорм-Вар. † Тутар мулне тур куртăр, мелник хĕрне, йăт çитăр!

Мертлĕ

(-лэ̆), назв. 2-х дер., Мертли. б. Бурунд. вол. Буинскогоу.: Кивĕ-Мертлĕ, Ст. Мертли; Çĕнĕ-Мертлĕ, Нов. Мертли. Жертв. т. Çĕнĕ-Мертлĕри ырсем юсм. шерп. [вар. Çĕнĕ-Мертлĕри ырсем — пăтă или шерп(ет), сыппине юсман]. К.-Кушки. Мертлĕ-картлă пашалу. Килти килте пĕттĕр, хирти хирте пĕттĕр. (Насмешка над мертлинцами, будто бы так молившимся. Сообщ. М. А. Андреев).

мерчен

(мэрζ’эн, мэ̆рџ̌эн’), первоначально — коралл. || Янш.-Норв. Мерчен — бусы с весьма крупную горошину или даже больше повидимому, из глины бурого цвета; сверху — слой красной краски. Коралл. Зап. ВНО. Мерчен — коралл. Ӳпке мерчен, крупный, величиною с орех, мягковатый и упругий; чăн мерчен — мелкий коралл красноватого цвета. Собр. † Хăпарайтăм çӳлĕ ту çине, ярăнтăм Мерчен хулине (вар. ярăнайтăм мерчен лавкине), хушрĕç мерчен суйлама. Янтик. † Тарăн шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, сакăр пĕрчĕ мерчен пур, тесе. Н. Седяк. Мерчен, жемчуг, яхонт. Мошкоа. † Олăхрăмĕ-çке Мерчен, ай, хулине; мерчен хулисенче чăн мерчен çук. Кугульм. † Чăн мерчентен хула çавăрни çук (не строят). Алших. † Суйларăмăр утсене кайри ури сакăлне... (пропуск) тантăшсе хура мерчен куçлине. Ib. † Мерченме шыва ярас мар, мерченме сая ярас мар. Кан. Çиетчĕç халăха мерчен пек куçсем. N. Увăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай, чулĕ мерчен. N. (Хапханăн) çийĕ шăвăç, юпи мерчен. Кильд. (Тет.). † Чӳречĕрсем çинче виç мерчен, хăçан ярăм пулса тăни пур? Ib. † Пасар, пасар витĕр çӳрерĕм, пĕр. сапаклăх (на одну кисточку) мерчен тупмарăм. Сунчел. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. Ст. Чек. Мерчен куçлă куккук [„(мерчен —) драгоценный камень = хĕрлĕ хаклă чултан тунă шăрçа“]. Микушк. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе хурамаллă (поросший вязами) улăх ян каят. Т. VI. Мерчен куçлă куккук. (Из наговора. Тюрл.). М. В. Васильев. Мерчен шăрша — хĕрлĕ шăрша (авалхи). Сред. Юм. † Пичче хапхинчен кĕнĕ чôх мерчен сапса кĕтĕмĕр. Альш. † Иç каймăттăм пасара, ахахпа мерчен йыхăрат. Буин. † Тарăн шыва кĕтĕм: тарăн, тесе, вуникĕ мерчен пур, тесе. N. Мерчен — йăлтăрка шăрçа. Сунчел. † Тӳрече çинче ларакан хăй та (так!) мерчен çуха юсакан. || ПВЧ. Йĕс мерчен пек („подобного медному бисеру“) савнине асăнман кун иртмерĕ. См. кăркка мерченĕ. || Яз. Имя женщ. Т.-Е.-Шем. Мерчен (мэрζ’эн’). || Фамильное прозвище. Ст. Чек.

месерле

(мэзэрлэ), навзничь, вверх брюхом, (животом), на спину (-е). Хурамал. Месерле выртса çывăрнă. Юрк. Çын выртат месерле. СПВВ. БМ. Месерле = весерле, навзничь. Ст. Чек. Месерле выртнă. Лег на спину. Альш. Месерле яла кайнă (умер). Ядр. † Тĕвик-тĕвик текерле, текерле те месерле; тем тесен те месерлĕ. || К.-Кушки. Калпак месерле выртат. Шапка лежит верхом вниз. N. Мĕн пур çемье кашăкне (ложки) месерле (донышком вниз) хурса çаврăнаççĕ. || Отлого. N. Çĕн ойăх месерле полсан... Вопр. Смол. Уйăх месерле тухсан, йĕпе пулат. Чув. пр. о пог. 65. Уйăх месерле пулсан, йĕпе пулать (халăха йывăр пулать). Если месяц стоит вогнутостью кверху (вверх лицом), будет ненастье (вар. народу будет тяжело). || Плата монеты (пиччĕн — орёл её). Избеби.

миме

(мимэ), помочь. Изамб. Т. Миме тăвас. Тюрл. Миме тăвас; мимене каяс. N. Ыран тислĕк мими тăвас тенĕ çын. СТИК. Во время помочи (миме) поднимают красный флаг (хĕрлĕ ялав). С. Дув. † Ĕнтĕ ир те ялав, каç та ялав, ялан аслă миме ялавĕ. Альш. † Ирте-ех те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл, ялан аслă миме (вар. мименĕн) ялавĕ. Ст. Чек. Мимене (т. е. даром) ĕçлемеççĕ пуль саншăн! Вĕсем ку ĕçе пĕччен тумаççĕ, мимепе (помочью) тăваççĕ. См. мимелле.

Мишилц

(мижил’ц?), назв. лога (вар). Кирь-б.

мул

мол (мул, мол), деньги, клад, богатство, имущество. Менча Ч. Мул тусассăн, мул тытмашкăн мул перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). Микушк. Мул, богатство, заключающееся в деньгах. Изамб. Т. Унăн мулĕ пысăк (много денег). Слеп. Мол петне (= патне) мол хошма патăр. Çорт петне çорт хошма патăр. Альш. † Çак хуçанăн пуянне, мулне сума (сосчитать) килтĕмĕр. Сорм-Вар. Ывăлĕ, килне кайса, аслă ашшĕне сурăхсене те пачĕ, мулне те пачĕ. СТИК. Ĕлĕк укçасене панка (паша) мĕне хура пĕлмен, теççĕ ват çынсем; ĕлĕкхи çынсем, вăрласран хăраса, укçисене ниăçта хура пĕлмесĕр, кăкшăмсем çине хурса, çĕр айне пытаратчĕç, тет. Укçан хуçи, çухатсан, вăл усала ерсе, темĕскер пулса çӳрет, тет. Пĕрре çапла пĕр хĕрарăм çырмара кĕпе çуса тарат, тет. Ун патне пĕр хура кушак пырат, тек шăлкăнат. Ку арăм кушака хăвалат, хăвалат — каймаст; вара кĕвентепе пат тутарат та, кушак, чанкăр! туса, укçа купи пулат тăрат. Н. Тим. † Шурă хута хутласан, мул пулмĕ. Богдашк. † Атте-анне йĕрет хăй мулĕшĕн, эп(ĕ) йĕретĕп хамăн çамрăк пуçăмшăн. N. Ĕçлесен, сума мул пулĕ. Чăв. й. пур. Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă. Собр. Хусан çырми шур çырма, шур çырмаран мул тухать. N. † Лавккаран супăне иле-иле, атте-анне мулне эп пĕтертĕм. Ст. Чек. † Ырă ут умне хурсассăн (утă), алсипе-алсипе вăл çийĕ, алси тулли мул юлĕ. („Образное выр.: „алсипе“, как будто во время еды конь выплевывает деньги; в действительности „ырă ут“ дает „алси тулли мул“ после продажи: алсипе-алсипе ырă ут çисе ярĕ те хăне мăнтăрлатса сутсаи, „алси тулли мул хăварĕ“).

мулатак

молатак (-дак), молоток. Сорм-Вар, Якейк.

мулахай

(-hаj), малахай. Нюш-к. Мулахай (авалхи чăваш çĕлĕкĕ) ăшĕнче ӳстернĕ. Стюх. † Виç хулхаллă мулахай Шăмăршăсен ачисен. Сенчурк. † Тил мулахай, тил мулахай, тутар мулли пуçĕнче. Рак. Пĕр мулахайăн хĕрĕх саплăк (вар. шăтăк. Мунча чулĕ). КАЯ. Киле пырсан, анне аттене юмăç мĕн каланисене каласа кăтартрĕ те, атте: ах-ха-хай, мулахай, мулахай тăрри шĕп-шĕвĕр! тесе хуйхăрса ячĕ. Н. Карм. Мулахай, башлык, шапка с ушами. Такмак. Çĕлĕк çукки мулахайпа. N. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл мана пулă пач. (Сăвă). См. мулаххай.

моли

(мол’и), встр. в слож: Моли вар.

Мунча вар

назв. урочища (унта мунчалăх йывăç каснă). || Хурамал. Тата „Мунча вар“ тесе чӳклеççĕ. (Вероятно, назв. киремети).

мутавкка

(мудавкка), маленькая, плохо мелющая мельница (от русс. мутовка). Paas. Альш. † Çил ту çинче мутавкка. Пӳ çитекен (вар., çитет-ши) пӳс витĕр; вăй çитекен (вар. çитет-ши) чус витĕр. (Хĕр йĕрри). Бур. † Çӳлĕ ту çинчи мутавкка, килĕштерĕр виçепе.

мучавар

(муаџ̌вар, с двумя а!), повитуха. Синьял (Цив. р.).

мучар

назв, раст. Така-вар. Мучар — ача пăрахтаракан (вызывающая выкидыш) курăк.

Мочикасси

назв. дер. Мочеи, Кр. Чет.-р. || Назв. дер. Алик. р. Яргуньк. Мочи-к., урăхла Йăлăм, выр. Мочей. || Назв. д. Сорм-Вар. Сорм-Вар. Пирĕн яла икĕ тĕслĕ калаççĕ: хамăр ялсемпе мал енчисем ăна Сорăм-Варри теççĕ, кай енчисем, Кăрмăш çывнисем — Мочикасси теççĕ.

Мушай

неизв. сл., встр. в слож.: Мушай вар.

мăй-шăрçи

(-з’и), мăй-шăрши, бусы, надеваемые на шею. Якейк. Мăй-шăрçи — мыя çыхакан шăрçа: ахаль шăрçа, ылтăм шăрçа, çĕмĕрлекен шăрçа. Чертаг. Мăй-шăрши (вар. шăрçи), ожерелье из бус, которые называются „ылтăм шăрçа“, ибо бывают покрыты (окрашены) золотистою краскою (у девиц). Якейк. Çоха, мăй-шăрçи, хреççакки, ама, шӳлкеме (харах) — украшения девиц.

мăйăх

(мы̆jы̆х), назв. рыбы. Нюш-к. Мăйăх (вар., там же, мăйăх-пулă), маленькая скользкая рыба (вершка 3 в длину; есть усы). Мыслец. Мăйăх, „оголец“ (рыба).

мăрье

(мы̆рjэ, мŏрjэ), труба (дымовая). КС. См. мĕрче, мăрья. СТИК. Мăрье, труба печки между потолком и нижней частью. Ау 30. Шан — кисай. (Вал та пулин мăрье). N. † Мăрьерен тухнă (вар. тухать) кăвак тĕтĕм. Вомбу-к. Пӳрт мăрйи (пӳртĕн пулать). Янтик. Мăрье начартан хĕлхем вĕçсе тухса улăм çине ӳкнĕ. Зап. ВНО. Мăрье, дупло, которое ставилось в курных избах, над печкой так, чтобы оно проходило потолок и крышу; оно открывалось во время топки; затыкалось снизу чем-нибудь.

мĕнех

что еще. Шурăм-п. Пĕр çур сехет иртрĕ. Мĕнех! ура сасси илтĕнет. Ib. Турпас тăкнă вар тĕлне çитрĕ. Мĕнех? ши-ит!... шăхăрать. N. Тохрăм кайрăм ой корма, ик сар лаша вăрçаççĕ; вĕсене мĕнех çитмен поль, ойри калча çитмен поль. Утăм № 1. Антох хам çинчен, мĕнех калам.

Юçпан

(jус'пан), назв. деревни. Шумат. в. б. Ядр. у. Макка 107. Повидимому, существует и вар. Юç-пăхан.

ют

(jут), чужой, незнакомый. Чăв. й. пур. 16°. Епле пурăнас? Епле ют çĕре тухса çӳрес? Как жить? Как отправиться в чужие края? Якейк. † Вĕрене шулчи хот полминч, çомри хĕр йот полминч («желает, чтобы она его не бросила»). Б. Бур. † Килес çулччен, вăйăччен, савнă тусăм ют пулĕ. До будущего года, до игр (хороводов), моя любимая девушка станет мне чужой. Çутталла 48. Ют ял çĕрĕ патне çитичченех. Недоходя до земли чужой деревни. Сорм-Вар. Ют çын (чужой человек) тути (вкус) юн тути, тăван тути — пыл тути. Пазух. Атьăр каяр утпала, кĕсье тулли хутпала; хамăр савни пулмасан, калаçăпăр ютпала. N. Ют автан, ют лаша. ЗС. Унтан туйĕ, ютра çӳресе пĕтерсе, хĕрĕ килне пырса кĕрсен... Актай. Ют япала мĕн пур-ши кун çумĕнче? тесе, шырама тапратрĕç [искали, нет ли при ней (на ней) какой-либо чужой вещи]. Т.Й.Ч. Ют çул (назв. духа). Ч.П. Ачам-пăчама ютта кăлартăм. 1. Сивĕтрĕм. 2. Послала по чужим людям. || Шурăм-п. № 18. Хамăр уйра пулман-ха, тепĕр ик-виç кунтан тухмалла пулĕ-и. Унччен юта каяс пулать (жать чужое). Ильм. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Аттерен-аннерен хыпар илтмесĕр, çичĕ-юта (в чужую семью) тухрăм, хур пултăм. Çырма тăрăх шыв каять, çырана тивет йывăрĕ; çичĕ-ют сăмахне илтсессĕн, пуçăма тивет йывăрĕ. (Начало плача украденной невесты). || Чужбина, чужой край, чужая деревня. Ау 70. † Пире-ах-та пăрахса, юта савса, ютра пиртен ытла çын тупмăн. Альш. Юта тухса курман чăваш. Чувашин, не бывавший в чужих местах. Ib. Ютран Пукравра Елшелне хăнасем килмелле вĕт. Ведь в Покров в Альшеево должны приехать гости из чужой деревни. N. † Пирĕн çамрăк пуçар мĕн хуйхи? Савни юта кайрĕ çав хуйхă. Какое горе у нас, у молодцов? Любимая девушка вышла замуж в чужую деревню, вот горе. Псалт. 145,9. Турă ютран килнисене сыхлать. Камен. Враг. † Кĕçĕр ан кил, тăванçăм, ыран каç кил, кĕçĕр ютран килнĕ тăвансем пур. N. † Йори илтĕм йотран (из чужой деревни) хĕр. N. † Ойсем орлă çол турăм йотра хĕрсем нăмайран. Ашшĕ-амăшĕ. Çавăнпа ăна таврари çынсем пит хисепленĕ: çамрăккисем те, ваттисем те, ял йышĕсем те, ютрисем те (из чужой деревни) пурте хисеплесе, юратса пурăннă. || Кубня. Ютри киреметсем (киремети, обитающие в чужом месте). Сехнер киремечĕсем, каçар.

ют ăншăрт

(написано: юут Аншарт, вар. ют Аншарт), назв. духа. (Жертв. тетр.).

Йӳçĕ ваþ

(вар'), назв. леса около д. Елшиховой, б. Ядр. в. Якейк. || Назв. урочища около д. Белой-Горы, б. Бегучевской в. Петровского у.

Йăкăлт ваþ

(вар') назв. оврага. Сёт-к.

йăкăрти

быстро и дробно шагающий или бегающий. Сорм-Вар. † Иăкăрти, йăкăрти Пăраски, кăвак хӳре Настаççи.

Йăкăш-якăш

(-jагы̆ш), подр. неодинаковым быстрым скользящим движениям по гладкой поверхности. Сорм-Вар. Пăхăр кĕпер хĕр ачана: йăкăш-якăш шăлса хăвар-ха, тесе, йăлăнать, тет. Медный мост упрашивает девушку, чтобы она его подмела. (гов. о торопливом метении). Орау. Çăм аттине йăкăш-якăш тăхăнса ячĕ те (торопливо надел), тухса чупрĕ ăрама. Ib. Тĕкнĕ-тĕкмен йăкăш-якăш кĕрсе каять (hic de cunno laxiore dictumest).

йăлтăр

(jы̆лды̆р), подр. яркому блеску. См. МКП. 11,57. Полтава. Вăйна сулса янипе пуртă йăлтăр курăнчĕ. Турх. Йăлтăр-йăлтăр çуркунне çитрĕ. Ст. Чек. † Йăлтăр-йăлтăр вут çути: мунча тăррине вут хыпнă. Ах йинкеçĕм, ах Маттюк! сăмса тăррине пăх хытнă! Тюрл. Хĕвел çинче йăлтăр-йăлтăр (или: йăлтăр-ялтăр) корăнса выртать. Ст. Чек. Эпĕ чукунккăпа пынă чух, йывăçсем хӳшшинче йăлтăр-йăлтăр туса çунакан вут çутисем юлчĕç. Чăв. юм. 1919, 24. Шап-шурă юр йăлтăр-йăлтăр, курăнать. Сала 83. † Йăлтăр тĕслĕ шăрçана çипе тирни мĕн илем. Кам. 1927, № 237. Куç йăлтăр-р-р... курса кайре. Глаз сразу стал ясно видеть предметы. Ч.П. Йăлтăр-йăлтăр (блестящие) хура куç. В. Буян. † Кăмакара кушак пур, йăлтăр-йăлтăр куçĕ пур. Юрк. † Йăлтăр-йăлтăр ясар куç алăкăн-тĕпелĕн пусмасăр (вар. пăхмасăр. Ч.П.) пултарĕсене (младшим деверьям) юраман. С. Йăлтăр — подр. 1) колебанию света, 2) колебанию пластинки. Вирьял. † Хусан çулĕ хура çул, икĕ айккипе сăрлă юпа; йăлтăр хĕвел пăхрĕ те, юпа тăрăх сăрĕ юхрĕ. Якейк. † Йăлтăр корнан (блестящих, красивых) хĕрсеме йăлтах утса ятăмăр (вар. парса ятăмăр ― совсем отдали). || Подр. быстрому умелькновению. Сред. Юм. Кĕçĕн ачи: чипер пôрнăр; терĕ, тет те, йăлтăр! турĕ, тет те, çавăнтах куçран çĕтрĕ (исчез), тет. (Сказка).

Йăмра-варĕ

назв. оврага (вар). Торп-к.

Йăпăрт-япăрт

подр. неодинаковым быстрым движениям. КС. Йăпăрт-япăртах ĕçлекеле-ха! Скорее поворачивайся в работе! Сред. Юм. Пĕчик ача амăш арки çинчен йăпăрт-япăрт анса каяять. («Указывает на быстрое скользящее движение»). Ib. Пĕчик ача амăшĕ арки çинчен йăпăрт-япăрт анса каять. (быстро слезает, спускается). Б. Олг. Вăр-вар, йăпăрт-япăрт туаз мар-и, часрах? тет. Пшкрт. jы̆βы̆рт- jаβы̆рт откалаза с'ӧрӓт. Ходит скоро. || Бойкий, живой. Сказки и пред. чув. 67. Авă кĕпер çийĕнче старик ларать вăлтапа: йăпăрт-япăрт пуллине улталасшăн ăманпа (червяком).

вăтам

(вы̆дам), средний; умеренный. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 42. Пирĕн Раççейре вăтам çĕртипе çур-çĕр енчи кĕпĕрнесем валли пилĕк пусăллă акас йĕрке лайăх пулмалла. СПВВ. Вăтам çын, человек среднего роста. (Сред. Юм. id.). Альш. Пирĕн чăваш вăл вăтам çын темелле: ытла çӳлĕ çын мар, сарлака мар. Орау. Пирĕн пата паян Хапăссем, пĕр вăтам çын, кĕрсе тухса карĕ (заходил человек среднего роста). Календ. 1904. Праçниксем аслисем, вăтаммисем, кĕçĕннисем пур. Н. Шинкус. Хăй ку (она) вăтамрах, лутрарах, хурарах арăм; çийĕ-пуçне яка тытаканскер ку (она). КАХ. Юлашки чустинчен тепĕр вăтам пашалу тăваççĕ. См. лапрашки. Н. Карм. Вăтам çын, средний человек, пысăк та мар, пĕчĕккĕ те мар. Ал. цв. 22. Вăтам çулти пулсассăн, импиччем пул. Истор. Тутарсем вăтамрах, сарлака çан-çурăмлă çынсем пулнă. Кан. 1927, № 234. Вăтамран илсен (если взять в среднем) перес тĕлĕшпе (в отношении стрельбы) питĕ начаррисемех курăнмарĕç. Ib. Çунасси вăтамран (в среднем) сакăр-вунă (сакăр-вун) минута пырать. || Мыслец. Вăтамĕ — средняя часть льна. Пшкрт: Вы̆дам — второй сорт конопли. См. кантăр. Алгазино. Сорта волокна (льна и конопли): 1) лапрашки, 2) вăтам, 3) палчас (с л'), 4) вар. || Неолог. Эпир çур. çĕр.-шыв. 23. Вăтам шкул çук-халĕ. Средней школы пока нет.

вăхăт

(вы̆hы̆т), время; срок; пора; обстоятельства. Шел. 27. Ак, пĕр вăхăт (некоторое время) кайсассăн. Шел. П. Унтан пĕр вахăт (некоторое время) Кавала тухса çӳрерĕм (ходил по селу Ковалям). Эльбарус. Он чохне каç поласси вăхăт нăмай-ччĕ (до вечера было далеко), çавăнпа эпир: киле халех каяс мар, тесе, каçчен çитертĕмĕр (кормили лошадей). Сред. Юм. Санăн кайма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Сана кайма та вăхăт. Тебе время итти. Юрк. Вăхăт иртнĕ-çемĕн иртет. Время все идет да идет. N. Эсĕ этемсен вăхăтпа (время от времени) пулакан аскăн шухăшĕсенĕн çулăмне сӳнтеретĕн. Орау. Ачине вăхăт çитечченех пĕр уйăх малтан туса пăрахнă (родила, не доносив месяца). Ст. Письм. Пайтах вăхăт иртсен, çур-çĕр вăхăтнелле (около полуночи) чан çапаççĕ. Орау. Вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ. Времени уже много (о времени дня). Такмак. Утсем ырхан пулчĕç (вар. утсем ырхан, без пулчĕç), çулсем хура пулчĕç (вар. без пулчĕç), çитеймерĕмĕр вăхăта (не добрались к сроку). Пазух. Вăхăчĕсем йывăр та, çулсем выçлăх, эпир йĕменнине те, ай, кам йĕрес? Беседа чув. 16. Вăл пĕр вăхăта каллех итлесе тăчĕ, анчах юрăри сăмахсем ун шухăшне каллех Керимуллапа калаçнă сăмахсем енелле пăрса янă. Ib. 3. Хай чăнах та хăй шухăшланă вăхăта çитрĕ (подошел к предположенному им сроку). СПВВ. X. «Вăхăт, вăхчи = каннĕ вăхчи». Регули 1178. Сивĕ вăхăт çитиман-халь. С. Çыврас вăхăт çитет. Б. Яныши. Пăр кайнă вăхăталла (около времени ледохода) олăхра симĕс корăксем шăтса тохаççĕ. Хурамал. Ывăлĕ вун-сакăр çула çитсен, старик ывăлне каланă: ачам, эпĕ сана вăхăта-кăна (на время) ыйтса илтĕм, халĕ сана парнене кӳмелле, кӳнетĕн-и? тенĕ. N. Вăл хулара эпир пĕр вăхăтчен пурăнтăмăр. Шаймурз. Пирĕ вĕренме кайма вăхăт çитрĕ. Артюшк. Качча кайма вăхăт иртнĕ санăн, тенĕ. Сборн. по мед. Вăхăт сиктерсе тытакан (перемежающаяся) е шуртан ерекен (болотная) сивĕ-чир çинчен. В. Олг. Самый вăхăт çын, человек в самую пору (т. е. в цветущих летах. || О часах. Кан. 1929, № 136. Вăхăт тăваттăран-кăна иртнĕ-ха. Еще только пробило 4 часа.

вăшт

(вы̆шт), подр. мгновенному и оборванному шуму воздуха; подр. быстрому движению. Б. Олг. Çăмăл кайăк вăшт! тăрса каят анчах (взлетает и улетает мигом). См. пот. Б. 13. Вăшт! анчах турĕ (промелькнул): курса та юлаймарăм. Юрк. Ку балык мана та ан çаклантăр, тесе, хăраса, улпучĕ те хăнаран, кăпăр-капăр, вăшт! туса, тухса тарат. Никит. Кăсем пыма пуçласанах, кушакки карта урлă вăшт-çеç турĕ. Б. Яныши. Кашкăр мана çима килчĕ, тесе, вăрмана вăшт корăнчĕ, тет. Панклеи. Пичĕш, арăмĕ каласан, шăльнĕ петне (= патне) ĕçме вăштах тоххĕр, тет (тотчас). Савельев. Çил пек, вăшт! хăйĕн лашипе Иван иртсе карĕ пирĕн пӳрт хыçĕпе. Синерь. Ăмăрт-кайăк вăшт çаврăнса кайрĕ, тет те, хуçи çав вут (огонь) çине ӳкнĕ те, çулăм çине кĕрсе кайнă. Ib. Хĕр каларĕ, тет: кăларăп та вăшт! утăп, эсĕ часрах умуççи тура тĕнчен тыт. Хыпар № 16, 1906. Хайхи тутарсем кĕç (тотчас) пăрахса кайрĕç те, хваттерти лашине вăр-вар кӳлсе, ялтан вăшт турĕç. Шорк. Лаши питĕ лайăх пырать çавăн çулта, манран вăштах иртсе карĕ (живо перегнала, опередила меня). К.С. Авнă йывăçа ĕçерсе ярсан, вăшт (мигом) хăпарса каять.

вĕлтĕрт

подр. отрывистым и сложным волнообразным движениям, частым и мелким. Сорм-Вар. † Вĕлтĕрт-вĕлтĕрт хĕр саппан; унпа çынсен мĕн ĕç пур, хамăр варлин хĕр саппан. (Свад. п.). Шорк. Пĕр пĕчĕк кайăк ман чӳрече омĕнчен вĕлтĕрт! туса иртсе карĕ (пропорхнула). Синьял. † Вĕрлĕк карта (прясло): вĕлтĕрт! тит. || Подр. не быстрому вращению (напр. детской меленки; см. МКП. 66. || Подр. падению небольшого предмета, который, падая, описывает дугу. N. Вĕлтĕрт çаврăнса ӳкрĕ. Сразу свернулся (т. е. упал, напр. ребенок). || Подр. быстрому движению промелькнувшего предмета. Городище. Вĕлтĕрт турĕ, курса та юлаймарăм. Срв. вĕлт, вăшт. См. еще МКП. 65, 66.

вĕресе тух

бить (о роднике). Ала 19°. Çавă вар пуçĕнчен пит вăйлă шыв вĕресе тухакан çăл-куçĕ пур. Шибач. Çăл-коç вĕресе тохать.

Вĕтлĕх

«назв. города» (Ветлуга?). Сорм-Вар. † Вĕтлĕх (хула ячĕ) курки сар курка, вĕткеленсе (торопливо) ĕçтерет, хуçисене юрасшăн.

Йĕпе-Виçе

назв. поля около дер. Сорм-Вар, б. Алик. вол. Макка 106°.

йĕтĕн

(jэ̆д’э̆н’, jэ̆дэ̆н), обваливаться. См. йăтăн. Пшкрт. Вар йĕтĕнет çорконя; тăпра валтан шăнса ларат, ăшăнма поçласан, йĕтĕнет. Кав(β)ан та йĕтĕнет, чипер (чиβäр) лартмасан. Тюрл. Йĕтĕнсе ан, рушиться.

йĕтĕн

(jэ̆д’э̆н’, jэ̆дэ̆н’, jэ̆дэ̆н), лен. Юрк. † Айлăм айне йĕтĕк актартăм, йĕтĕн тутăри эпĕ турăм. Ядр. Йĕтĕн çип пир кĕпи. Ib. Йĕтĕн çин тоттăр. Сорм-Вар. Йĕтĕн çип тутăрĕ. Ib. † Йĕтĕн пирри пулсассăн, алăра тытса тăрас, тет. N. Йĕтĕн сӳсе çиппи çинче(= çинçе) пулать. Изамб. Т. Хăшĕ çаран çине йĕтĕн сарат. N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, ăна çăлса сарма кам пырĕ? Якейк. † Хамăр ялăн хĕр ори йĕтĕн варри чăрки пак. С. Дув. † Пыраттăм, пыраттăм эп çулпала, йĕтĕн картисене тĕл пултăм. Ч. П. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук. Коракыш. Уйра ылтăм пуçлă ача, ларĕ. (Йĕтĕн пуçĕ, головка льна). Альш. Ваттисен килте тутарнă хура шĕлепке е çула та йĕтĕн çĕлĕк (у стариков бывает...). Чураль-к. † Пурçăм туттăр пирĕн аки, эпир тепре киличчен йĕтĕн туттăр пулминччĕ. Пазух. Йĕтĕн тутăр çыхакан пурте çук çын хĕрĕ мар. Ч. П. Йĕтĕн сар, стлать лен.

йĕтĕрпи

неизв. сл. в загадке. Т. М. Матв. Йĕтĕр, йĕтĕр йĕтĕрпи, йĕтĕр тăрри (вар. йĕтĕрпи тăрринче) шерепи. (Сĕлĕ, хăмла).

вальăм-хуçа

то же, что валĕм-хуçа. Хурамал. II, 83°. Çав хăварнă пăтăранах тата пĕр пашалу илсе, Вальăм-хуçана чӳклеççĕ. Çав пăтăранах илсе, Кĕлĕ амăшне (Вальăм-хуçа амăшне) пашалупа чӳклеççĕ. || Назв. оврага (вар) около д. Лобашкиной, б. Алик. вол.

вар

некогда также варă (см. варăлă), середина. Сред. Юм. † Ухрăм та çӳлĕ ту çине, ярăнтăм-антăм улăх варне (скатился на середину луга). N. Варĕнxе вутпа шу, икĕ поçĕнче шăтăк. (Сăмавар). Абыз. Çырма варрин шыв юхать. По середине оврага течет речка. Сунч. † Кӳл варринче ӳсес-мĕн, вырăсла çавапа касăлас-мĕн. Кан. № 67, 29. Ăна варринчен çурнă (расколотых пополам) пĕренесенчен тукаланă. ] Сердцевина. N. Çак хăтапа тахлачăн хырă варринчен тунă мунчи пур. (Такмак). Ч. П. Вăрмана кайрăм, хурăн касрăм, варри юлассине пĕлмерĕм (гнилая средина). Разум. Куштан вилли çĕне (= çине) лартнă юпанăн ĕнтĕ халь варри анчах юлнă (осталась только сердцевина). || Корень (в запряжке). Якейк. † Ули лаши тор лаши варне полса кăтарттăр. || Баймашк. Варалла каят. (Дерево), при стругании (или тесании) не стругается гладко, а задирается.

вар

(вар), обдернелый овраг с пологими краями, лог, дол. Орау. Шемей варĕ (назв. оврага). К.-Кушки. Варсем: Тарăн вар. Вăл вар питĕ тарăн. Унта ĕлĕк шыв питĕ нумай пулнă; халĕ ĕнтĕ анлах мар та, çапах пур-ха. Шибач. Вар — пĕтĕмпех корăклă, тĕпĕ-япалипех; çырма — тăпра йохсах тăрать çӳлтен. Ib. Вар — в лесу, çырма — в поле. СПВВ. ЕС. Вар — типĕ çырма. Шарбаш. „Вар — начало çырма (без воды)“. Чертаг. Вар = васан (безводная ложбина). КС. Вар — глубокий и длинный овраг, с крутыми, обрывистыми берегами и сухой. Емелък. Вар — глубокий овраг без воды. А. Турх. Вар, 1) овраг; 2) глубокое сухое русло ручья. Ib. Вар уçăлса анчĕ. По оврагу (весной) пробила дорогу (потекла) вода. Ст. Чек. Вар юманĕ. Кума-к. Пĕр вар хушшинче пĕр пӳрт курнă (увидал). N. Эпир тăтăмăр та, вар хушшннелле (в овраг) чупса кайрăмăр. Пус. Икĕ вар вĕçĕнчен тан тапĕ. (Сăмса юхни). Сред. Юм. Вырçарни-кôн Пăва варне вăйя каймалла. Коракыш. Пĕчĕк варара (sic!) юр çăвĕ? (Çăнăх алани). N. † И, тарăн вар, тарăн вар; тарăн варăн тĕпĕнче каччи утне шăварат. Чуралъ-к. † Вар-вар урлă каçрăм, вар ути тăтрăм. См. кар. Пизип. † Вар хушшинчи, ай, сар курăкĕ, тăри (= тăрри) çурлать, ай, вар тулать; эпĕр килсен, ай пӳрт тулать. В Моркар это сл. встреч. только в назв. урочищ.

Вар-пуç

назв. селения в б. Ядр. у. Магн. Вар-пуç вар орлă, ачи-пăчи карта орлă. (Шутка).

вар

(вар), зарывать. Ч. С. Аçа çапса вĕлернĕ çынна çĕре варса (зарывая в землю), пăртак сывлăш тухмалăх шăтăк хăварсан, чĕрĕлет, тет. М. Д. Хумăш тĕпне кайса вар (зарой). Изамб. Т. Çĕр айне укçа вараççĕ. Зарывают в землю деньги. Вĕлле хурчĕ. 10. Çак çӳп-çапсене, хурт виллисене çĕр айне варас (пытарас) пулать. НТЧ. Пыршисене (овечьи) çĕре чавса вараççĕ. (Моленье киремети). Орау. Хурт тытакансам малтанхи хурт çăвăрне яланах пылчăка вараççĕ, тит. Альш. Унта-кунта çынсем ушкăн-ушкăн çӳреççĕ сӳнтерсе: ăçта тăпра сапаççĕ, ăçта тăпра ăшне вараççĕ (на пожаре). Хыпар. № 21, 1906. Илнĕ кунах, тĕклĕ-хурлăхан вăрлăхĕсене нӳрĕ çĕрне тултарнă ешчĕк ăшне акрăм та, ешчĕкне юр ăшне варса хутăм. Сиктер. † Тăван аппа пухрĕ, шур тутăрпа çыхрĕ, варăш тĕпне варчĕ. Байгул. Амăшĕ çисе ярсан, ку мĕн пур пек шăмăсене пурне те пуçтарчĕ, тет те, шурă тутăрпа чӳркесе, хăмăш варрине кайса варчĕ, тет. Сир. 116. Эпĕ юр шывĕпе çăвăнса тасалса алăсене шап-шурă туса хурсан та, çапах эсĕ мана пылчăк çине вăрса (в рукоп. варса) кӳртĕн, хам çийĕмри тумтирĕме хамран чĕрĕнмелле тăвăн. || В перен. см. N. Чаплăлăхăма çĕре вартăр. || Смешивать? СПВВ. НК. Ăслапа çĕпрене варса йӳçĕтеççĕ те...

вар

живот, желудок, внутренности (человека). О сохр. здор. Кăмпа пирĕн ăшра час çĕрмест, çавăнпа ăна варпа асапланакансенĕн çиес пулмасть. Орау. Вара тытса, кулмалла! (= выртса, йăваланса кулмалла). Просто умора! СТИК. † Вартан, вартан ан кала, вар ыратат, аннеçĕм! Пуçран, пуçран ан кала, пуç ыратат, аннеçĕм! Аслă акка вĕлерчĕ, вталăх (так!) акка пытарчĕ, кĕçĕн акка чарчĕ. (Так пела дудка из тупăлха, выросшая на могиле брата, убитого сестрами). Альш † Варрăн-варрăн ан кала, вар ыратат аттеçĕм. Мусир. † Варне пусса йĕрекен, пирĕн анне мар-и çав? N. † Варне тытса йĕрекенĕ манăн атте мар-ши çав? СТИК. Ах, вар пăват-çке! (сильная боль в животе; против нее пьют соленую воду). Н. Лебеж. Пĕр кăсăя сарă ылттăнăм варăма хырчĕ. Якейк. Ай тор, тор! Йăван çĕмĕрт тăрăнчен ӳкнĕ!.. Варĕ сикмен-ши (не повредил ли он себе внутренности?) N. Варпа хĕн курса выртачĕ (страдал поносом). || Uterus. Собр. † Калаçăттăм сăмаха тутлине, кунта хамăрпа пĕр варта выртни çук (нет единоутробных родных). Ч. П. Пĕр варта выртнă тăванăм пур. Юрк. † Çакă киле килмĕтĕм, пĕр варта выртнă тăван пур. Орау. Варăмра йăтса çӳрени ахаль пулчĕ сана! (Прокл.). Якейк. Иккĕ (так!) пĕр варта çитĕннĕ ачасам (родные братья или сестры). Ib. Эп онпа пĕр варта çитĕннĕ. Мы с ним родные (от одной матери). К.-Кушки. † Хампа пĕр варта выртнă тăванăм. Юрк. † Килтĕм, килтĕм (legе: кĕтĕм) çак киле, пĕр варта выртнă тăваншăн. || Сред. Юм. Вар вĕçнĕ пôль ôн паян, лара-тăра пĕлмес. У него на сердце тревога, он не может быть спокойным. N. Аçа-ама варĕ (чĕри) ывăл-хĕрте, ывăл-хĕр чĕри упара. Толст. Санăн ырă пурнăçу варна çитсе ленкнине куратăп ĕнтĕ. Орау. Ху ачăна усал сăмах вартан (от души) ан кала (подразумев. çиленсе, т. е. со зла).

вар анни

паховая грыжа. КС. Б. Олг. Этемĕн вар анат çăмарта панчен. Орау. Унăн варĕ анать (грыжа у мужчины).

вар-ӳтлĕ

с большим животом. Альш. Эп хам çапла вар-ӳтлĕ çын (хырăмра ача çук чухне те ача пур пек курăнса çӳрет). Ст. Чек. Вар ӳтлĕ çын = пысăк хырăмлă çын.

вар-витти

расстройство желудка, понос. Сред. Юм. СТИК. Вар витти — понос. Ib. Эй, вар-витти! Эх, говняк! (Брань). СВТ. Пуринчен ытла ачана вар-витти чирĕ ересрен сыхласа усрама кирлĕ. Чума. Хăш çыннăн вар-виттие каять. N. Пули-пулми апат çисе, вар-виттине ерет. Якейк. Кăçал вар виттипа нумай ача вилч. Ib. Ман ачая вар витти ерч (заболел поносом).

вар-виттилĕ

страдающий поносом. Сборн. по мед. Пуринчен ытла ĕмкĕчĕ вар-виттилĕ ачана юрамасть. Ib. Ача вар-виттилĕ пулсан. Шурăм-п. № 15. Çĕмĕрте вар-виттилĕ çынна параççĕ.

вар-вĕтти

то же, что вар-витти.

варлă

приветливый, добрый, сердечный; тароватый. Кратк. расск. Авраам вăл пит варлă çын пулнă. Çав çынсем патне пынă та, ӳксе пуççапнă вĕсене. СПВВ. ПВ. Варлă çын — добрый. Фи. Финн çынни тата питĕ чăтăмлă, варлă çын. Çын хăйпе кăмăл калаçсан, вăл унпа кăмăллă, йăвашшăн калаçат. Бур. † Кил йышĕ варлă пулсассăн, сĕтел умĕнчи çын эпир. N. Çакăра-тăвара та пит варлă çынсем. В отношении хлеба-соли они тоже очень тароваты. Юрк. Ăшă кăмăллă, варлă çынсем, amabiles, соmеs, lrpidi). || N. Варлă тус. || Состоящий в дружеских отношениях. ЧС. Сителĕклĕ пурăнакан çынсем хăйсен хурăнташĕсем, варлă çыннисем патне хăнана çӳреççĕ. || Дружно, любовно. X. Çăкăр-тăвар пĕрле ĕççе çимелле пултăр, пĕр варлă пурăнмалла пултăр. СПВВ. Вар, варлă пурăнас, варланас. Яргуньк. Хĕрĕ пĕр ĕмпӳ ачипа варлă пурăннă, тет те, çавăнпа çав çĕвĕç хуçана каяшшăн (замуж) мар, тет. Сĕт-к. Олянпа Микула пит варлă порнаççĕ. Ядр. Тата вĕсене варлă пурăннă хĕрсем ашăли(-ал-шăлли) туса параççĕ. || Состоящий в любовных отношеииях. А. П. Прокоп. || Укçинепе варлă ача варне тытса макрать, тет. Юрк. † Пирĕнпе варлă çичĕ хĕр, çичĕ хут чаршав карсамăр, мана илсе юлсамăр (Солдат. п.). N. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн тутăр çук. N. † Хамăрпа варлă хĕрсене хамăр чĕрçине лартрăмăр. Яргунък. Çав улпутăн арăмĕ пуппа варлă пулнă, тет. Сред. Юм. Арçынна варлă (любимая мужчинами), хĕр-арăма варлă (любимый женщинами); арçынна варлă, тесе, арçын пит килĕштерекен хĕрарăма калаççĕ; хĕр-арăма варлă тесе, хĕр-арăм пит килĕштерекен арçынна калаççĕ. Сред. Юм. Арçын (арз’ын) варлă — с мужской физиономией. || Пĕр варлă, единоутробный. Изамб. Т. Пĕр варлă çынсем, дети одной матери. У КС. — пĕр варти çынсем.

вар посни

правка больного живота. Сред. Юм. Вар-мĕн ыратсан, вара пôстарса пăхтараççĕ; ăна; вар пôсаççĕ, теççĕ.

варсăр пулни

больной(-ая) расстройством желудка. Якейк. Варсăр полса, пирн Мари чуть вилсе каяччĕ. Изванк. † Ай, акай (çавă пур) чуччу çинчен ӳкнĕ, тет, çампа варсăр пулнă, тет. Шибач. Майри йолчĕ киле, варсăр полса. СТИК. Ку аша çисе те çав ыррине кураймăн-чис варсăр пултăм! Срв. Сред. Юм. Вар ыратакан пôлчĕ.

вар тухни

грыжа. Выпадение матки. Ст. Чек. Пӳсĕр кăвапана çисе татсан, ачсен çăмарти ăшĕ анат; хĕр-арăмсен хăшин аш тухат (......нчен), çавна вар тухни теççĕ.

вар чирĕ

болезнь желудка. Сир. 59. Тăрана пĕлми çын ыйхăсăр асапланат, вар чирĕпе, ăш ыратнипе хĕн курать. Страдание бессонницею, и холера, и резь в животе бывают у человека ненасытного.

вар-хырăм

органы пищеварения. Скотолеч. 4. Лашасен пуринчен ытла вар-хырăм пăсăлать. Сред. Юм. Тем полнă паян ман вар-хырăма, пĕр-май пакăр-пакăр-пакăрр! (звук а в подр. несколько лабидизован) тăват (урчит). Ib. Паян вар-хырăм ыратса аптăрарăм. СВТ. Пуринчен ытла аванăн вар-хырăмĕ пăсăлса чирлесрен сых тăрас пулать.

вар-хырăм вĕри-чирĕ

брюшной тиф (неолог.). Кан. 1927, № 234. Вар-хырăм вĕри-чирĕпе вунă çын выртать.

вар шăлни

(шŏлνиы), лечение живота массажем. Шарбаш. Пирĕн ялта пĕр вар шăлакан карчăк пор. Вăл арамсане, çамăлланнă хыççăн чире кайсăн, варĕсене шăлса тӳрлетет. Ачасань варĕ пăсăлсан та амăшшем, он патне исе кайса, она шăлтараççĕ. Чире çапла тӳрлетнине пирĕн вар шăлни теççĕ. (Сообщ. Н. Р. Романов).

вар

вар (смола). Чем люди живы. Симун кăна тата çиппине варпа сăтăрмаллине кăтартать. Альш. Вар = пĕçернĕ сăмала.

вар

лучшая часть волокна. Торп-к. Вар (волокно). Н. Сунар. † Йĕтĕн вар кĕпепе, катан-пир шупăрпа, хура урапа, порçын тотăрпа: камăн хĕрĕ? тиеççĕ. Байгул. † Вар-вар урлă килĕмĕр, вар-пир кĕпи тăхăнасшăн (Свадеб. п.). Шибач. Варĕ — лучший сорт волокна, сделующий за «штольпи». Якейк. Варĕ — виççĕмĕш хут шăртласан юлнă сӳс (из него получаются самые тонкие нитки). Мыслец. Варĕ — хорошая часть льна.

вар-пир

холст из лучшего волокна. См. вар.

вар-пуççи

вар-поççи, то же, что вар-поç. Чертаг. Вар-пуççи — самый лайăххи (кантăрăн, йĕтĕнĕн, пусан); вăтамĕ — 2-й сорт; лапрашки — 3-й сорт. Микушк. † Вар, вар урла каçрăмăр, вар-пуççи сурпан сырăнма. (Свад. п.). Коракыш. † Кантăр çурĕм (= çурăмĕ), кантăр çурĕм вар-пуççи, нимĕн тума, нимĕн тума юрамин, кĕпе тума вăл юрать. Тим. † Вар, вар урлă карăмăр, вăр-пуççи пек парне илмешкĕн. Слепой. † Кантăр çорăм вар-поççи кĕпе тума йорамĕ-ши? Йĕтĕн çорăм вар-поççи сорпан тума йорамĕ-ши?

вар

подр. шуршанию; употр. и в перен. зн. Упа 597. Вар пуçĕнçи улма йăваççи çулçи вар-вар тăватĕ; эй, аттеçĕм-аннеçĕм, сирĕн пата килмесен, ăш-чик вар-вар тăватĕ. || В неизв. см. Собр. † Айта, айта, чипер ача, сар ача, вар-вар-вар суланчи, кантăр вăрри кипекки.

вара

(вара), сердцевина дерева. Яргуньк. Вараллă япала — вещь, сделанная из дерева с сердцевиною. || Стожар. Якейк. Вара е вар шăччи ут капань варне лартакан шăчă. (Удр. капан-варри).

варăшчи

(вары̆шч’и), стожар (в стогу). См. вар шăччи. Чертаг. СПВВ. МС. Варăшчи (sсr. варщи); утă капан варне лартаççĕ, капан турĕ ларма.

варкаланчăк

шатуга. Чуралъ-к. Йăван йăваланчăк, вар хошшинче варкаланчăк. (Насмешка над Иваном).

варкăмăш

(варҕы̆мы̆ш), мышьяк (сарă, шорă). См. наркăмăш, маркăмăш, наркамăш.

варкăш

(варгы̆ш), веять (о ветре), развеваться. Турх. Вĕçен-кайăк вĕçет, çил варкăшать. Торп-к. Пĕри (одна) калать тет: эпĕ, эс килеччен, çилсĕр-мĕнсĕр варкăшса тăракан ашăли(= ал-шăлли) тăвăп... Н. Карм. Кĕреçепе япалана хăмсарсан, çăмăл япала пулсан, варкăшша вĕççе каять. Дик. Леб. Унта çил варкăшса пырать те, кĕнеке хуçĕсене сире-сире, кĕнекине калать. МО. Хăйсенĕн куçĕсенче тĕттĕм çĕрте йăлтăртатса варкăшса вут çунса тăнă. N. † Кашта çинчи шор тотри çил варкашнипех вĕççенать (= вĕççе анать). || Замешаться. Изамб. Т. Пирĕн ача пасарта çынсем хушшинче варкăшса карĕ (замешался, потерялся). || Кишеть. Ст. Яха-к. Ту çине(л)ле катаран-мĕнтен пăхсассăн, халăх пасарти пек варкăшат. || Дуновенье ветра. Пшкрт. Алăк хопсан, варкăш полат (дуновение). Ib. Çорта варкăшпа сӳнчĕ. Хорачка. Алы̆к оз’ы̆ п̚олзан, варҕы̆ш кэ̆рэт (= çил).

варр

(варр), подр. звуку небольшого предмета брошенного с силою. Сред. Юм. Пылчăка холă вĕçне тăрăнтарса утсан, пылчăк варр! туса утăнса каять. || Подр. быстрому повороту. КС. Варр! çавăрса тăратрĕ (быстро повернул, напр., сани). См. вар.

Вартилет

(вардил’эт), личн. яз. имя женщ. Иревли, Рысайк., Илюха М., Ст. Сурк.

вартталтăр

или вартталтăрах! (= вар татăлтăр), брань (выражение досады). Якейк. Вартталтăр! паян пасара карăм, чĕлĕм манса йолнă.

Вартюк

(вардук), личн. яз. имя женщ. Ялюха М.

варханти

неизв. сл. в загадке. Ой-к. Вар-вар варханти, турат куç турханти. (Кăшкар).

вашел

неизв. сл. в загадке. Собр. Кăптăр-каптăр, вар, вар вашел. (Навос хырни).

выпăскă

выгон. Такка-вар. Выпăскă — ял тавра кĕтӳ çĕремеле-ши. Сообщ. ст. Романов

выртан

лежачий. Т. Гриюрьева. Выртан (= выртакан) каска мăкланать, çӳрен каска якалать, теççĕ. || Эпитет киреметей. Хурамал. Хурамалта выртан аслă киремет. Ib. Çырлах, турă, турă турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ! Аслă киремет, çырлах! Хĕрлĕ çыр, çӳрен ыр, çырлах! теççĕ. Хурамалта выртан, çырлах! теççĕ. Пур çемемпе, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе тыррăм-пуллăмпа асăнатăп. (Калăм кунĕ). Магн. М. 87. Хусанта, Сĕвере, Сумпура, кĕлетре выртан, Шопашкарта выртан. Вулăра выртакань (sic!) путекъ (sic!) [вар. Влара (sic!) выртан путек].

выç

или выçă, голодный; голод. Хыпар № 37, 1906. Тырри пулнă çул та, йӳнĕпе сутса пĕтерсе, халăх выççа юла пуçларĕ. Сред. Юм. Мĕн выç кашкăр пик уллан? Что ты воешь, как голодный волк? (говорят плачущему). Юрк. Вăл лашине, çиме памасăр, выçă вĕлерчĕ. Кан. 1929, 165,4. Выçă йăтта тутти çуллать, теççĕ вĕт юмахра. Истор. Нумайĕшĕ, выçă кавсăлса, ниăçтан йӳнеçтереймесĕр, вăрра пикеннĕ. Шумш. Выççа-тотта корнă çын. Человек, испытавший и голод и сытость. (Послов.). Бгтр. Пуп, хырăм выçăпа (от голода), çĕрĕпех çывăрмарĕ, тет. Ала 93°. Выçă усра, держать голодным. БАБ. Темĕн чухлĕ çын выçă вилчĕ (перемерло с голода), тет. Çĕнтерчĕ 6. Выçăпа вар-хырăм пит чăрлатать (урчит). Кан. 1927, № 241. Выçăпа аптăранă çынсене кивçен пачĕ. Сир. 294. Çавăнпа вара таса вырăна сыхлама çынсем нумай та юлман, выçă аптăраса, харпăр хăй çĕрне саланса пĕтнĕ. || О злаках — тощий. Чув. календ. 1911. Ыраш выçă пулчĕ пулин те, теçеттинерен 45 пăт тухрĕ. Ч. С. Уяр пулать те (бывает), тырă пулă выçă пулать (родится). || Жадный. СПВВ. N. Иуда пек выçă чунлă пуласран сыхлан, тенĕ.

вилĕ вар

овраг, куда бросают щепки от гроба. В. Олг. Вилĕ вар тесе, кистен (= тупăк) тунă торпассане тăкнă çырмая калаççĕ.

вир

степь. Начерт, 82., Т. Николаев. Чебокс. † Вар, вар, витĕр, вир витĕр. (Песня).

Вири-ял

то же, что вир-ял. Т. П. Загадки. Вăлт-вăлть (вар. вăлт-вăлт) вири-ял, çаврăнтăм (вар. çавăрăнса пăхрăм), пăхрăм — хамăр ял. (Хутăр хутăрни). Юрк. † Вири-ял хирне вир акрăм (посеяла).

вирĕк

палы. С. Тим. † Хура вăрман ăшне вирĕк ятăм, хурамине марччĕ — хуппинччĕ. Сала 77. † Хура вăрман ăшне вирĕк ятăм, хурăнне мар-ĕçке, çулçине (вар. хуппине). СПВВ. † Хура вăрмансене вирĕк ятăм, ай-хай, хурăнне мар, хуппине (в др. варианте: вирт). Тим. † Хура вăрман ăшне вирĕк ятăм: хурамисем çунчĕр, кĕлĕсем вĕçчĕр.

витĕр

(видэ̆р), сквозь, насквось; через. Употребл. и как наречие. Вишн. 72. Çăмăр шывĕ, юр шывĕ çĕре аннă чухне, пĕр-пĕр витĕр каларман çĕр сийĕне(= сине), е чуллă çĕре, е çара тăмлă çĕре çитсен, чарăнать. Сред. Юм. Пĕр пилĕк çухрăма яхăн чухне çôмăр килсе пусрĕ те, иртсе каймарĕ, так çăмăр витĕрех килтĕмĕр. Янтик. † И, утар-и, утар-и, тутăр витĕр пăхар-и? Макка 53. Вăл вăрманта вăрă-хурахсем питĕ нумай пулнă, теччĕç. Витĕр тухнă тух, çыннисене вĕлерсе, лашисене вăрласа кайнă. Юрк. † Пирĕн савнă туссем мĕшĕн салху-ши? те çын витĕр сăмах илтнĕрен? Янтик. † Çакă Тимеш (Янтиковский) хĕрĕсем витĕр курнан шăрçа пек. Альш. Витĕр касса кĕрет çил. Пронизывает насквозь ветер. СПВВ. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухасе пек калаçнă. Он говорил так, как будто. Сред. Юм. Пит вастра мар-и ô? витĕр тохса каять вит ô (ловкий человек). Ст. Ганък. † Ула лаша, сарă лаша, пасар урамĕ витĕр (через весь базар) курăнать. Б. Нигыши. Ун хыçĕнчн кăркка аçи сикнĕ-тухнă та, кашкăра витрех (= витĕрех) хăваласа кайнă. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витĕр витерет. N. Пире çăмăр витĕрех йĕпетрĕ (насквозь промочил). Юрк. † Сарă çарăксенĕн хупписене сарайсем (навес) витĕр ывăтрăм. Стюх. † Чĕршĕ (?) кĕлет алăкне витĕр çурса касăпăр. Сред. Юм. Чôхăн пôрнать, тессине: ôнта витĕрех кôрнать-çке вара, теççĕ. С.-Устье. Касамачĕ витĕр кĕме сакăр алăк пулнă, тет. Урмай. Тепĕртак пурăнсан, (кăмака çине акнă пăрçа) пӳрт тăрринчи улăмне те шăтарса тухрĕ, тет, те, çӳлелле витрех (= витĕрех) çитĕнсе карĕ, тет (высоко, в высь). Яргунък. Йăван ули тенĕскер, Палламанăн хуçи сенкĕ йăтса пынине курсан: чăнах чиксе пăрахмах килет ку, тесе, тӳрех капан тăрринчен çĕре сикнĕ те, киле витĕрех (не останавливаясь) тарнă. Торп-к. Ывăлĕсем çĕнĕ çĕре витрех (витĕрех) тарнă, тет. Тип-Сир. Вăрманалла витрех (витĕрех) кайнă. Удалились далеко в глубь леса (в погоне за зайцем). Т. М. Матв. Вырнă чухне пĕрер выраканпа унăн каçалăкĕ хушшинчен тухсан: алă витĕр тухрĕ, теççĕ. Алă витĕр тухсан, каçалăк выракан аллине çурлапа касать, тет; çавăнпа алă витĕр тухма хушмаççĕ. Стюх. † Кантур тӳри витĕр (чрез посредство...) çыру килет, пирĕн куç-çульсене çав тăкать. || Совсем, определенно, окончательно. Норус. † Йăлтăр курнан хĕрсеме (= хĕрсене) витрех (витĕрех) парса ятăмăр. (Туй юрри). || Ясно. О сохр. здор. 91. Тăра-киле вара куç час ывăнакан пулса, таса, витĕр курми пулать. СТИК. Витĕр таса куçлă, с чистыми, ясными глазами. Ib. Унăн куçĕ витĕр курать (видят отчетливо). Собр. Куç-пуç витĕр мар çын турра курнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Витĕр курăнать. 1) Очень чист, прозрачен; 2) живет бедно. Арçури. Куçĕ витĕр мар пирки, пыран лаша курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет. Хыпар № 16, 1906. Тĕрĕс сăмахĕсене те вăр-вар çавăрса, витĕр татса (определенно) калаймаççĕ. Трахома. Вара вăл куç умĕнчи япаласене, пӳртсене, урампа иртсе пыракан çынна та витĕр курми пулать. Ч. С. Витĕртерех пĕлесшĕн, чтобы знать точнее, наверно. С. Коçăм пит витĕрех мар та (не зорки), ойăримарăм (не различил). || О сохр. здор. 53. Тутлă тулă чустинчен тунă апатсем витĕр пĕçернĕ пулсан (пропечены), часах çĕреççĕ (перевариваются). || Бойкий, дошлый. Хыпар № 42, 1906. Витĕртерех чиновниксем. Ib. № 7, 1906. Витерех мар хресçенсем те стражниксем кирлĕ мар; вĕсемшĕн ытлашши укçа пĕтермелле мар, теççĕ. Ib. № 36, 1906. Тата витĕртерех пулмĕ-ши? || Очень. СПВВ. Витĕр чипер. Ч. П. Хăшĕ витĕр чипер, вăл пире. || Очень громко. Альш. † Вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || На далекое расстояние. Коракыш. Хăй пысăк та мар, сасси таçта витрех (= витĕрех) илтĕнет. (Парапан). || Подробно, точно. Ч. С. Çимĕк хăçан çитнине, çимĕкре мĕн тунине (что делают) чăвашсем ачи-пăчи-мĕннипе витĕр пĕлсе тăраççĕ.

виттет

опечатка? Календ. 1908. Вăл эмеле вар-витти чухне ĕçес пулать, пысăк çыннăн çирĕмшер тумлам кашни икĕ сехет хушшинче, виттет (понос?) иртсе кайиччен.

виттăр

(вит’т’э̆р, в Пшкрт вєттэ̆р), то же, что витĕр. Регули 1311. Хăма виттĕр пăшалпа печĕ. Кантăк виттĕр (в окно) кортăм. Сĕт-к. † Торта толли тор лаши, торти тăрах тар йохать, çилхи виттĕр çил вĕрет. Полтава 4. Виттĕр куçпа пăхсан та, вĕçĕ-хĕрри курнас çук. Орау. Эпир ăна ырă юмаха пит виттĕр пĕлетпĕр, тулĕк питех шарламастпăр. Хыпар № 28, 1906. Тундра тесе, пысăк лачакана калаççĕ; вăл сивĕпе виттĕр шăнса ларнипе нихăçан та ирĕлсе пĕтмест. Чуралъ-к. Вĕттер витĕр, виттĕр тăрăх шерепи. (Сĕлĕ). Правописание сомнительно. Якейк. Куç ман виттĕр мар çав (плохо видят); ман куç виттĕр кормаçт; ман куç виттĕрех мар; ман куç виттĕр корать. Ib. Çак сара вăрман виттĕр уй корнать. Дик. леб 34. Вĕсен мĕлки куç-кĕçки пек таса шыв тĕпĕнчен çав тĕрлĕ витьтĕр курăнса тăнă. Юрк. Шăл виттĕр мăкăр татса калаçса, тухса та каяççĕ. Ал. цв. 27. Хĕрĕн виттĕр тас куçĕсем хуралсах каяççĕ. БАБ. Ăна эпĕ виттĕр пĕлетĕп. Собр. Вăкăрпа така виттĕр сысна йĕтĕн сĕтĕрсе тухать. (Атă çĕлени). Якейк. Пирĕн виттĕр çулла çынсам тыр вырма çӳреççĕ. Через наш двор (или: через нашу деревню) летом ездят жать. Чем люди живы. Санăн куçусем те виттĕртерех, аллусем те маннинчен çаврăнăçлăрах. Конст. чăв. Эпĕ ăна: эсĕ, Усман агай, корана лайăххăн вуласа тухрăн-а? терĕм. Вăл: вулакаланă та, виттĕрех [(до конца или внимательно) вуласа тухман, терĕ. Хурамал. Кушак тус, мана хăна-кил яратни; ямасан, пӳртӳн никĕсне, виттĕр-виттĕр (насквозь, в нескольких местах) шăтарăп, тенĕ. Якейк. Виттĕр (чипер) корнан хĕрсеме витрех парса (вар. утса) ятăмăр (т. е. отдали далеко). Календ. 1904. Сухаланă ана çинче тăпра çĕкленсе, кăпăшланса юлать; çĕкленсе выртакан тăпрана çил виттĕрех вĕрет, çапла çĕр канать, сывлăш çавăрать. Сказки и пред. чув. 105. Пире пултăрччĕ чĕлхи виттĕр касса татакан (острый), шывран вут-хĕм кăларакан. Орау. Атта сĕрмелли аван: атта виттĕрех çапать те, пӳрĕклетсе çемçетсе тăрать. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 11. Тутар чĕлхине виттĕртерех пĕлес тесе, вăл юри пĕр тутар патĕнче хаваттерте пурăннă. (С част. усил. «-ех» произн. витрех).

вулă

см. вылă. N. Вулăра выртан ырăсем. Альш. Влара выртан путек (вар. Вулăра выртакан путек). Ib. Вулăра выртан ырăсене путек.

вупăрлă

встр. в сложении. Н. Мазик. Вупăрлă вута кăвапинчен туртăп. (Алăк хăлĕп, т. е. хăлăпĕ). Здесь, повидимому, след. чит.: ватта, так как в др. вар. мы находим вупур вата(siс!), что нужно читать: вупăр ватта. Собр. Вупур вата кăвапинчен туртăп. (Алăка туртса уçни). См. вупăрлă карчăк.

вупкăн

вопкăн (вупкы̆н, вопкы̆н), назв. божества (7 разр.). М. Васильев. Аслă вупкăн выльăхсене пăхса тăнă. Хорачка. Вопкăн (чит. вофкăн) пĕтерчи-мĕн (çисе кари-мĕн) санăньня (= санăнне)? теччĕ, çиленсен. Чертаг. Вопкăн пак пĕтерсе порнан! (Брань). Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! (Свад. п. ). Б. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса ячĕ! Аттик. Çĕнĕ Макçăм халăхран юлат (в конце моленья), тата унпа пĕрле пĕр пилĕк-улт ватăрах çынсем юлаççĕ. Вĕсĕм хай (т. е. тех) виçĕ сурăха пусса, пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Ăна епле чӳкленине, мĕншĕн чӳкленине пĕлместĕп; анчах ватă çынсенчен: вупкăна параççĕ, тенине илтнĕччĕ. В. Олг. Вопкăн ерсессĕн, поян çын начарланат. Ст. Чек. Вупкăн — страшилище? Г. Т. Тимоф. «Масар вупкăнĕ» упоминается при обряде „пăсташ тасатни“. || Назв. печенья? Цив. Çын чирлесен, вупкăнсем туса тăкни... Мăлтан вĕтĕ салма пек вупкăнсем тăваççĕ... || Обжора. СПВВ. ГЕ. Вупкăн тесе, çăккăр та нуммай çиекен, шыв та нумай ĕçекен çынна калаççĕ. || Назв. болезни. Моркар. Вар ыратсан: вопкăн полна, вопкăнтан вĕрсе памалла, теççĕ. || Назв. прожорливого сказочного существа (горе-злосчастие). Б. Олг. Вопкăн — обжора. О нем легенда: он живет у человека и разоряет его. Пшкрт. Вопкы̆н-Ҕап хыбады̆н! (жрешь). Питушк. Вопкăн пак çиять (обжора). Ст. Чек. Вупкăн куçлă çын — çыннăнне ăмсанакан çын. || Прожорливый. Сир. 142. Вĕсем тĕлне тискер (в рукописи — вупкăн) вĕçен-кайăк пĕлмест. || Брань. Питушк. Вопкăн! Хопларăн, пĕтермĕш! («брань, а не существо»). N. Эй вупкăн путене! пуçсăр (= кутăн, куштан, нахальный) ача тунăшăн пуçна çапса пăрахăп! Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! (проклятущая любовница)! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! В. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса яр! См. Золотн. 27, Магн. М. 134, 247.

вупкăн-тымарĕ

вупкăн тымар, назв. корня растения. См. вупкăн курăкĕ. СПВВ. ИА. Вупкăн тымара (так!) вар ыратсан çиеççĕ. Вăл вăрманта уçланкă çĕрсенче пулать. Тюрл. Вопкăн-тымарĕ; вар ыратс, ан, кăларса çиеççĕ, ахаль те çиеççĕ. СПВВ. Т. Вупкăн тымарĕ çерем айĕнче ӳсет. СПВВ. ӨН. Вупкăн тымарĕ; ăна çĕр тĕпĕнчен кăларса çиеççĕ.

вут ама

вутама (вудама), или вут ами, или вут амăш, назв. божества, мать огня. Сиктер. Вутăн кĕлли ак çапла пуçланать: ырă вут-ама, çырлах. Килти вутама, юта ан кай... Ют вута киле ан кӳрт, ырă вут-ама, çырлах! Вара çиеççĕ. N. Ырă вутама, вĕрсе калар; ырă вутама, вĕрсе, ыр вутама вĕрсе кăлар. (Из наговора против болезни). Альш. Вут Амана (siс!) путек (вар. Вут Амана путек). Матери огня — ягненка. Шел. 15. Ыр вутама, вут амăш, ху вутна ху чарсам-и! N. Ырă вут ами, вĕрсе калар (3 хут; из наговора «Ача куçăхсан, тĕтĕрекен кĕлĕ»). Т. VI, 22. Е, пĕсмĕлле, турă çырлах! Атăл йăлминчен, Сăр йăлминчен Ашапатман карчăк килет; çав тĕтĕрет, çав татса кăларса ярат. Ырă вут ами вĕрсе каларат, шăтăклă кампи тĕтĕрсе кăларат. БАБ. Вут ашшĕ, вут амăш (в моленьи). См. Месарош 306, Трощанский 50.

вăй

(вы̆j), сила; средства. Регули 326. Вăй патăр! Собр. Ку айкки, леш айкки вăй патăр. (Чӳлĕк туртни). Альш. Тапна çĕртен тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтйр. Ст. Ганьк. † Тарăн вар тăрăх çул килет, икĕ аяккипе хĕр килет; ăна, тытса, çуп-тусан, çамрăк пуçа вăй (энергия) кĕрет. N. † Кукăр-макăр çул пырат, кукăрипе хĕр пырат; ăна, тытса, чуп-тусан, çамрăк пуçа вăй кĕрет. Сала 302. Вунă пӳрне вăйĕ тан мар. (Послов. ). Истор. Кĕрешсен-кĕрешсен, Мстислав вайран сулăна пуçланă (начал выбиваться из сил). Макка 44. † Вăрăм çулпа килтĕмĕр хура-тур лаша вăйĕпе. Ала 11. Манăн киле кайма вăй çитес çук (сил не хватит), кунтах çăвăрас (= çывăрас) пулĕ. Серг. Рад. Ялан вăйпа ĕçлемелли ĕçсене ĕçленĕ (выполнял тяжелую работу). Панклеи. Карчăк патак илет те, çак хĕре поçĕнчен мĕн вăй çитессипе (насколько хватает сил) çапать. N. Вăй патăр пуса татма! Якейк. Тытрăм-турăм тотине (поцеловался), çамăрăк (siс!) Чона вăй килчĕ. Букв. 1908. Çывăрсан, ăна вăй кĕвĕ (она отдохнула). А. П. Прокоп. † Эпĕр ĕçни, эпĕр çини улт уралă хуртан вăqĕсем. КС. Вăй патăр! Бог помочь! (Отвечают: «тавах!»). Сред. Юм. Вăй патăр! Тор пôлăштăр! Ч. П. Хура сăсар (написано: «сасар» — дважды) йĕрне йĕрле-йĕрле, чикĕ чĕр-куççи вăйне эпĕ пĕтертĕм. О сохр. здор. Вăй çитменнине (непосильную работу) ĕçленĕрен. К.-Кушки. † Вăй кăларса ĕçлерĕм, вăйлă туйпа памарăн. (Хĕр-йĕрри). Сред. Юм. Вăй кĕрсе çитнĕ çын, взрослый человек. Ст. Дув. † Ӳссе çитĕнеет ар ывăлĕ, патша патне каят, вăй хурат. Сиктер. Турă, сана асăнатăп хура халăх вăйĕпе. Юрк. Чипертерех тăракан çынсене, çыру пĕлекенсене, хайсенĕн вăйĕнчен чăвашла кĕнекесем илтерсе вулаттарнă. Ib. Вăл кахал, çын вăйĕпе-кăна пурăнасшăн (хочет жить на чужой счет). Ib. Улпучĕ именине тертленсе тытса тăрат, правиччĕлĕсем ун вăйĕнчен пуйса выртаççĕ. Макка 218. Акă сана (киремети) хур паратпăр, мĕн вăй çитнипелен анчах. {{anchor|DdeLink19642142371547}} N. Вăй çитнĕ таран, но силе возможности. N. Манăн та çаc (= çиес) килет, тульккă вăй çитеймĕçт (не хватает средств). Истор. Хулăм тӳлеме вăйĕ çитейменнисем пĕрер арăмран ытла илмен. N. Ывăлĕ кăçал-кăна вăй пара пуçларĕ (= пулăша пуçларĕ). || Ущерб. Риккошкăнь-Янасал. † Стаккан çутă тийиса (= тиеесе), тĕп корниччен ĕçес мар, хуçине вăях тăвас мар. См. вуй, вый, вой.

вăлта хулли

вăлта холли, удилище. Ст. Сахча (б. Ставр. у.) Юрк. † Улталарăм карчăка, тампăр çине тăратрăм, вăлта хулли тыттартăм (обманул). Ядр. † Вăлта хулли кĕлеткемччĕ, салтак кĕлеткн пулминччĕ, салтак пăшалĕ йăтминччĕ. Сорм-Вар. † Вăлта хулли пек кĕлеткем пурччĕ (говор. девушка). Синьял. † Вăлта хулли пĕвĕм пур, авкаланать, хуçкаланать, туй илемне çав кӳрет. Вир-ял. † Вăлта хулли пĕвĕм пур, ăçта çитсен, хуçлĕ-ши? (Солд. п.). Янтик. Эй, вăлта хухли! (так говорят про высокого, тонкого человека).

вăлтăр

описка вм. вăльтăр. Сорм-Вар. † Пирĕн варли пурçăн тутăр, вăлтăр вĕçсе тухинччĕ, çуна çине ӳкинччĕ.

вăлтти-валтти

(вы̆лττиы-валττиы), подр. довольно быстрому и легкому вращению. Эльбарус. Вăлтти-валтти анчах çавăрса пăрахрĕ. Ловко и легко свалил (в борьбе). || Живо. Эльбарус. Вăлтти-валтти тыткала! Бери (хватай, manie) живее! Ib. Вăлтти-валтти пуçтарса пĕр (чит. пăрах?). Сорм-Вар. Вăл(т)ти-валт(т)и, Йехрем похот (scr. пухот. Ярмуççи).

вăпăр

то же, что вупăр. Магн. М. 146, 147. Н. Карм. Хăш çынна чирлетет: вăпăр çулăхнă, теççĕ; хаш çынпа, выльăха та, чĕкĕртет. Вăпăр çулăхсан, пилеш йывăçне, куç пăсăлсассăн, куçа сĕреççĕ, вар-витти пулсассăн, вĕретсе ĕçеççĕ. Ходар. Тырра вăпăр ан çитĕр, тесе, ăна (рябину-пилеш) кĕлете, тырă пури çине, кӳртсе хураççĕ. СПВВ. ВА. «Вăпăрлă çын — человек чующий». Бгтр. Вăпăр пусни — кошмар. Ст. Ганьк. Çил вăп(ă)ри, хĕвел вăп(ă)ри, шыв вăп(ă)ри, вил-кил-кайăк вăп(ă)ри, укçа вăпри, вутлă вăпăр. Пшкрт. Вăпăр (вŏβŏл) çиет. Происходит затмение солнца. Ядр. Вăпăр — упырь.

вăр

(вы̆р), подр. Движению струи воздуха, средней силы. Подр. движению (средней силы) качающегося предмета, напр. дерева на корню. Подр. такому настроению, когда „болит“ или „ноет“ сердце, или когда сердце не спокойно, в тревоге. Макка 28°. Хирти çил вăр-вăр тавать (подувает одинаково, ритмично, но не сплошным током). Çутталла 144. Хай вăр-вă-ăр! вĕрсе илчĕ. Сред. Юм. Вăр-вăр (про теплый ветер; ветер сильнее, чем «вăштăр-вăштăр»). † Çур-çĕр енчен çил вĕрет; вăр-вăр тесен (если подует), çӳç вĕçет (развеваются). С. Тим. † Леш аяккинче вĕрене, çулçи вăр-вăр тăват-çке (движутся, колышутся); ман çийĕмре шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. Çак вăйăран юлсассăн, ăш-чик вăр-вăр тăват-çке. Ч. П. Хĕр çураçнă ачасен ашĕ вăр-вăр тăвать-çке. А. Ц. Прокоп. † Хуйхă йăвăр пулнăран чĕреçĕм вăр-вăр тăвать-çке. Упа 573°. † Шура пӳртĕр умĕнче самавар вĕрет, шур кăпăкĕ вăр-вăр та, ай, çавăрнат; çын-çын урлă сăмахсем, ай, илтсессĕн чĕрем варри вăр-вăр та, ай, çавăрнат. Богдашк. † Кашта кашта шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке, çĕрле вăйя тухмасан, ăшăм вăр-вăр тăвать-çке. Пшкрт. Вăр-вăр тоттăр вĕçет. Ib. Кайăк вăр-вăр вĕçсе карă (маленькая) См. вушт. Микушк. † Аслă улăхра куккук авăтать-çĕмĕрт йывăç вăр-вăр тăвать. Чăв. юм. 1919, 14. Шурă кĕпи вăр-вар вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шанкăр тăвать. Емельк. † Шурă вĕрене вăр-вăр авăнат. Якейк. Потран кĕпçи вăр-вăр. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăр килсессĕн, çинçе пӳçĕм вăр-вăр авăнат. Турх. Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вар тăвать (порхает). М. Д. Кайăкĕ вăр! вĕççе кĕчĕ (в избу). Çиç. çирĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр! чĕртсе... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнтче. || Подр. энергичному вернению или кружению. Альш. † Çеçен хир варринче çавра кӳл: вăр çаврăнса ишмешкĕн вырăн çук. Девлизеркино. Ку аллинчи тилкепи вĕçне хăй пуçĕ тавра вăр-вăр-вăр çавăрса, лашине пит хытă сăптăрать. Шарбаш. Çав хушăрах (тут же) пĕр енелле вăр-вăр çавăрăваççĕ (питĕ хытă... темле ӳкмеççĕ... при пляске). Образцы 52. Пĕчĕкçеççĕ курка, сарă курка, вăр çавăрса (опрокидывая) ĕçме хушаççĕ. Кĕвĕсем. Ман çаваçăм вырăсла, вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. Шарбаш. Вăр-вăр вăрманти, турат куç турханти (тур’анδиы. Кашкăр). || Подр. швыряншо. Альш. Вăр ывăтса, ярат, тет, тулалла (вышвырнула его). |{{anchor|DdeLink21084067528703}} | Подр, дребезжанию. Юрк. Вăр-вăр ту — дребезжать. См. МКП. 25.

вăр-вар

подр. более или менее резким неодинаковым движениям струй воздуха. || Подр. проворному движению. Чăв. юм. 1919, 22. Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăксене уçса пăрахрĕ. СПВВ. X. Вăр-вар пуçтарăпăр (быстро соберем). Б. Олг. Тыткаласам вăр-вар (скорее), манă пак (т. е. ăман пек, как червяк) сӳрекелетĕн! Пшкрт. Вы̆р-вардарак каjза-ҕил (скорее)! Сред. Юм. Ĕçе пит хăвăрт тусан: вăр-вар туса пăрахать, теççĕ; тата елем çакăнса тăрсан çил вĕçтерсен, вăр-вар тăвать, теççĕ. Истор. Ар, шыв хĕррине çитсен, вăр-вар тумтирне хывса пăрахнă та (быстро разделся), ишсе каçма тытăннă. Ой-к. Вăр-вар пĕр ук(ç)а. (Йăтă). || Проворный. Истор. Вăл пит хастарлă, вăр-вар ача пулнă.

вăрт

(вы̆рт), понуд. ф. от гл. вар. || СТИК. Вăртрăм, сбыл, сплавил, спустил (т. е. продал нестоящую вещь).

вăр

неизв. сл. Альш. † Вăрман хĕрри вăр вăрлăх (вар. вăр-вăрлă), мĕн вăрлăхне пĕлмеççĕ. Трхбл. † Урам варри вăл пулмĕ, пире илмен (siс!) хур пулмĕ.

Вăрăм ĕшне

назв. оврага (вăрманлă вар). Хирле-Сир.

Вăрăм вар

(вар), назв. оврага около с. Ямашева, б. Шумат. в. Ядр. у. || Мыслец. Вăрăм вар — овраг.

вăрлот

(вы̆рлот, из вар+лот), подр. удару палкой по земде. Б. Олг. Çĕр çине вăрлот! патакпа çапрăм.

Эккен

(Эк’к’эн’), назв. оврага (вар) у д. Хирь-бось, Тойс. в.

Элментер варĕ

(чит. Эл’мэн’д'эр вар'). Авыр-с., Асакас. в.

енчетрен

(энζ’этрэн'), неожиданно, случайно, редко. B. С. Степ. «Енчетрен — неожиданно». СТИК. Пирĕннĕ пек çăкăра вĕсем енчетрен пĕрре-кăна (редко) пĕçереççĕ. О сохр. зд. Ун пек çĕрте сивĕрен пăсăласран та сыхланса пурăнмалла; енчетрен сивĕрен пăсăлсан, сивĕ чир те ерет вара çынна.. Береж. Бог бережет. Енкетрен, Турă сыхлатăр та, кама та пулсан холера çакланса, вар витти ерсеесĕн, е хăса пуçласассăн, им-çам илсе киличчен, чирлĕ çынна ăшăтса тарлатма, унăн варĕ çине ăшăтакан япаласем: ăшă чуста, е ăшă кĕл, е ăшăтнă тырă-мĕн хурас пулать.

эрĕм

(эрэ̆м), полынь. Сред. Юм. Эрĕм или арăм-утă, полынь. Зап. ВНО. Буин. Ачана сивĕ (чир) тытать, эрĕм шывĕ ĕстерес. С ребенком лихорадка, его надо напоить полынной водой. V. сапарши. Хып. О7, № 12. Тавра ялсен тыр ӳсĕ, пирĕн ялсен ер(ĕ)м ӳсĕ. Именево. Эрĕм (шуррн) хаяртан аван; ахаль çиеççĕ е вĕретсе ĕçеççĕ. Ача çуралсан, пӳсĕр çулахасран çухе çĕре çулçине çыхса хураççĕ. Собр. П. И. Орл. Хура эрĕм. Вăрмаита, çаран çинче, тата ана çинче те ӳсет. Собр. Н. И. Орл. Шур эрĕм. Ана çинче те, çаран çинче те ӳсет. Сив чиртен вĕретсе ĕçеççĕ. Вар ыратсан, чăмласа хăсаççĕ; унтан вара ăш ыратни иртет, теççĕ. Изамб. Т. 1) Хĕрлĕ эрĕм, 2) шур эрĕм, полынь. Хĕрлĕ эрĕме вĕретсе ĕçеççĕ. То же слово у А. Турх., СПВВ., Н. Седяк. У Юрк напис.: эрем (siс!): хури, шурри.

ерлӳки

мякинница. Сорм-вар. Хĕле тутлăх, çула выçлăх. (Ерлӳки). Искаж.?

ывăс кăмпи

назв. грибов. Сорм-вар.

ылтăн

(ылды̆н), золото. Сорм-Вар. Чураль-к. Чӳрече виттĕр ылтăн кĕвенте пăхĕ. (Хĕвел çути).

ыраш çĕртми

(с'ӧ̆рт'ми), пар (под рожь). Аттик. Чӳке пирĕн ăна ыраш çĕртми уммĕн «Хурăн-вар» ятлă çырмара тăваççĕ.

ырă

(ыры̆), назв. духов, чтимых чувашами. Срв. тат, iзгi. См. ырă. Ст. Чек. Ырăсен сыпăкĕсем, поколения (разряды?) духов, именуемых ырă. IЬ. «Ырă означает киремет: Аслă ырă — Аслă киремет, Кĕçĕн ырă — Кĕçĕн киремет, Вăталăх ырă — Вăталăх киремет». Азбаба. Чӳк туни вăл усал япала мар, унта эпир ырăсене асăнатпăр, ырăсем вĕсем святойсем, теççĕ (говорят язычники). НТЧ. Сĕвере (в Свияжске) выртан ырă, тесе, вĕсем унти Çвятоя асăнаççĕ (во время, сăра чӳклени»). НТЧ. Вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет (он «тытать», т.-е. может причинять болезни). Жертв. т. Ваталахе ырсем гурь (вар. Вталаге ырсем гурь), т.-е. Вăталăх ырсем — хур, т.-е. средним ырсем гуся. IЬ. Кесени ырсем гурь (вар. Кесени ырсемъ гуръ), т.-е. кĕçĕн ырсем — хур «младшим ы. гуся». IЬ. Çĕнĕ ырсем жербет сып. юсман (вар. сене ырсем жербеть юсман т.-е. çĕнĕ ырсем — шерпет, (сыпписене) юсман, новым ы. сыта, (поколениям их) юсманы Т. VI. 27, 28. 1) Çырлах ырă чӳк-вĕлĕ. 2) Çырлахтăр ырă чук-кĕлĕ. 3) Çырлах ырă пӳлĕхçĕ. 4) Çырлах ырă хĕвел. Магн. 64, 65, 67, 87, 87. Çутă кӳлте выртакан ырă. Çол çӳрен ырă. Аслă ырă. Шопашкарти ырă. Макарери ырă. Хусанти ырă. Альш. Çав ырăсенчен хăранипех пăсăлтамăр, тетĕн. IЬ. Тура уменче сюрекенъ ырасем гурь. Тура умĕнче çурене ырсем гурь, т.-е Турă умĕнче çӳрекен ырăсем — хур. Т. VI, 5. 1) Тĕнче тытакан ырă амăшĕ, тĕнче тытакан ырă... З) Çул çӳрен ырă амăшĕ, çул çӳрен ырă.... З) Çĕр шыв тытан ырă амăшĕ, çĕр шыв тытан ырă.... См. сĕт кӳл. Т. VI, 1, 4, 5. 1) Турă умĕнче çӳрекен ырра... 2) Мăн Турă умĕнче çӳрекен мăн ырă. 3) Чун çуратан Турă умĕнче çӳрекен ырă. 4) Чун пӳрен Турă умĕнче çӳрекен ырă. 5) Турă умĕнче çӳрекен ырă амăшĕ, Турă умĕнчи ырă. 6) Шыв турри умĕнче çӳрекен ырă. N. Хĕр (поправлено: хĕрлĕ) çырта выртакан ырă амăшĕ хĕрлĕ çырта выртакан ырă.... Т. VI, 7. 1) Çӳрекен ырă амăшĕ, çӳрекен ырă.... 2) Чĕлпĕр тытан ырă амăшĕ, чĕлпĕр тытан ырă.... Альш. Тăхăр ял чӳкĕнче асăнакан ырăсем (список божеств). Альш. Турă умĕнче çӳрекен ырăсене хур. Аслати тухнă çĕрти Аслă ырăсене хур, аслати тухнă çĕрти вăталăх ырăсене хур, асл. тух. çĕр. кĕçĕн ырăсене хур. Л. Кошки. Хĕрлĕ çырта выртса каян ырăсем. Л. Кошки. Ырлăха пӳрен ырă. IЬ. Çул çӳрен ырăсем. Аку, 121°. Ырăсене юратса тăратпăр. (Из моленья). Отожествлять «ырсене» с киреметями, повидимому, нельзя. См. Милькович; А. Рекеев. Из чув. пред. и вер., Ш, 5, 6 (внизу); У, 10. || Ырсем тĕми (т̚э̆ми), назв. священнай горы древних чуваш-язычников дер. Тайбы-Таушевой. || ЬIрсен карти (карδиы) «место для жертвоприношения между реками» К.-Теняково.

ытамлаш

(ыдамлаш), обниматься. Ч. С. Çавăнпа пурте, ыламлашса, çĕмĕрттерсе-çеç, тури хапхаран тухса, Ăвăслă вар сăрчĕ çине çăмарта çиме каяççĕ.

Ик ял торри

назв. кчремети (киремет; около дер. Б. Янышей, Акр. вол. Козм. У.). Ик-ял-торри вар (вар'), язв. урочища (около д. Коша(?), Чув.-Сорм. вол. Ядр.у.).

икăрчăк-кукăрчăк

нечто искривленное, извилистое. Встречается только в загадке. Сорм-Вар. Икăрчăк-кукăрчăк, утмăл икĕ кукăр. (Загадка о женской косе: çивтĕ, scr. сивтĕ).

илтер

(ил’дэр, ил’дэр), понуд. ф. от гл. «ил». Патша Иосифа илтерсе пыртарнă (велел привести). Ой-к. Алик. Çавна илтерсе килтер. Велы её привестп. Кратк. расск. 28. Пуçĕнчи çӳçне илтерсе янă. Сред. Юм. Илтерем эп сана ӳлмерен ôн пик ôпи-сôпи япаласем!... Вырттарса çапăп! Я тебе дам покупать такую чепуху (дрянь)!... ПопробуЙ-ка еще — разложу и высеку! || В обширном смысле — что-набудь хорошо, ловко делать; напр., хорошо поет — илтерет. В тесном смысле — côire. Сиктерма, Спасск. у. || Бить, лупить. Ну хайхи кайăкра çӳрекен çын çиленчĕ, тет, çак çын патне чупса пычĕ, тет те, пăшал кучĕпе илтерет тет. || Взять путь (о бегущем звере). Пшкрт. Анады̆п Он’исä вар ды̆ры̆к; äп коζиычäнäк, молҕас’ токса тарчы̆ с’а вар ды̆ры̆к анадала. Ондан илдäрчэ̆ карда ды̆ры̆к.

Илчешке

назв. поля («ой») около д. Сорм-Вар (Сорăм-Варри), Алик. вол. Ядр. У.

импĕр

(имбэ̆р), имбирь. К. С., Ягудары и др. Ягудары. Импĕр. Вар ыратнинчен çияççĕ (м. б. «çаççĕ», как говорят и в др. местах).

ир

(ир), утро; утром. Быт. I. Каç пулнă, ир пулнă: пĕр кун пулнă. Ир пулчĕ. Наступило утро. N. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, ир тăрса, каçчен çаплах карĕ, тет. Пухтел. Кăçал çуркунне ир килчĕ. Нынче весна наступила рано. IЬ. Кăçал çуркунне ир килмерĕ (н. поздно). IЬ. Ир тухса, каçчен çаплах туптарнă (ехал на лошади). тет. Рег. 1477. Ир килет те, каç килет. Коракыш. Тепĕр ир çинче, на другое утро. М. Яуши. Ир пусан, по наступлении утра. IЬ. Тепĕр ирне, на другое утро. СТИК. Вăл паян ирех сыпрĕ, кĕлĕрен тухасса та кĕтмерĕ. Он выпил сегодня очень рано — не дождался конца церковной службы (т.-е. обедни). Трехбалт. Ир авăтакан куккук кукша пулать (ĕçне тумасăр малтан ан мухтан). Сред. Юм. Эпĕ паян кĕлле иртерехех (совсем рано) кайрăм та, ирхинех çитрĕм (успед к заутрене). N. Пĕр такăнсан (если споткнешься), ирччен, теççĕ. Уж оно если не везёт, так не везёт. (Послов.: за одной неудачей — другая). Сред. Юм. Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă, тет. (Послов.). Ист. Ире хирĕç (к утру) Мстислав пиччĕшне çĕнтернĕ (разбил). Актай. Ку арăм тепĕр ирне тăчĕ, тет те, васкаса каять, тет. И. Седяк. Ир авăтакан куккук кукша пулнă, тет. Рег. 1475. Ир вăл тăчĕ, ора сырчĕ, апат çирĕ, томланчĕ, вăрмана кайрĕ. Рег. 308, Якей. Эп кортăм она ир. Рег. 635. Чан çапнине ир илтрĕм; ир чан çапнине (ирхи чан çапнине) илтрĕм. Орау. Çывăрма выртма ир халь; выртман пуль-ха, каям. Лечь сейчас еще рано; вероятно, еще не лёг — пойду. 1-ая кн. для чт. 1912, 21. Пиччесем иккĕшĕ те ирех вăрмана вутта кайсаччĕç. Мана ирек пулчĕ. † Иртен ĕçе каç тухать (бессмыслица?). N. Эпир пĕре çулахи ир ирех хамăн юлташпа Çавал (р. Цывиль) хĕрне пулă тытма карăмăр. Сюгал-Яуши. Çулла пĕр лайăх ир эпĕ ирех тăтăм та, пусма илсе, пулă тытма карăм. † Порçăн тоттăр çавраки каç полттипе вĕлкĕшет, ир еннипе (к утру) лăпчăнать. Актай. Ир çинчен (на утро) хуçи анчĕ лапка патне, итлекелесе тăрать. Тим.-к., Якей. Тепĕр кунне ир çинче кĕтӳне хăваласа уя тухрĕ. IЬ. Ир çинчен сĕчĕсене суса хăварчĕç, тет те, вугă çиме кайрĕç, тет. СПВВ. «Ир çинче вм. ирхине». Тим.-к. Ир çинче хуçа ыйăрне пăхнă, анчах çук пулнă (его не было). Б. Хирлепы. Вара кукша, ир çине тăрсан, йытă çурине çав ихерче пачĕ, тет. Яргуньк. Ир çине яван пăхать те, çырмара пĕр вар хушшинче выртать, тет. N. Пĕр праçник ир çинче эпĕ çытармаран тавăрăвтăм. Бес. чув. 14. Тата çавăнтах пĕчĕкçĕ кӳлĕ те пурччĕ; унта эпир, ачасем, ир пуçласа каçчен, аппаланаттăмăрччĕ. N. Ир çинчен тăртăмăр та, пирĕн кăнтăрла çитнĕ. Рег. 1374. Халь иртерех (еще рано, рановато) полать, эп каймастăп. Юрк. Атăл кĕркунне ир (рано) шăнсан. Никитин. Арăмĕ: ир пуйрăмăр-ши, каç пуйрăмăр-ши? тесе, хĕпĕртенĕ. Хуйхă. Мĕншĕн иртерех çитмерĕн? Почему ты не приехал раньше? Якей. Иртен илсе, каçчен, с утра до вечера. Шибач. Тепĕр конне тăрчĕç (встали) ир çинчен. С. Ирех сиксе тăчĕ (вскочил). Ир. Сывл. 27. Хĕвел иртен ир тухать.

Итемен

назв. оврага (вар) около д. Верхн. Мочар, Ядр. вол. Срв. у Магн. яз. имя мужч. «Идемен».

иштек

неизв. слово в загадке о воробье. Актай. Иштĕк-кӳштĕк (тут же другой вар.: иштĕк-кĕштĕк...), хӳри пăр-пăр. (Салакаяк).

улăм

(улы̆м) мой сын. Якейк. Виççĕ пĕрле улăмсенчен епле уйăрăлса каям-ши? Регули 1325. Ку ман улăмăн. Сорм.-Вар. Ухмах улăм Микишка кашкăр çинă юлашки.

Олма вути

aristolochia clematitis. Ягудар. IЬ. Олма вути варсăр полсан çаççĕ. Хирĕç вăрăнсан та çаççĕ. IЬ. Олма вути çулчине, çăпан тухсан, çăпана çĕртме хураççĕ. Олма вутине вар ыратнинчен çияççĕ. Анненк. Олма вути, aristolochia clematitis, злая трава, кутяшьи ягоды. Яблоко земное.

улмалути

(улмалубиы), назв. растения. Н. Карм. Улмалути — сарă çеçкеллĕ, тачăка çулçăлă. То же назв. в СТИК, Альш. и др. Кайсар. Улмалутине вар ыратнăран вĕретсе ĕçеççĕ. Альш. Пулать вăрманта хура çырла, пĕрлĕхен, улмалути — темĕскер.

упа кĕпçи

назв. растения, имеющего с вершок тодщины. Ст. Чек. Тимĕрç-к. Упа кĕпçи, раст.; скверно пахнет; ствол толстый; ребята делают из него насосы. Очень крупное зонтичное растение; стебель бывает около вершка в диметре. Пшкрт. Оβа кэ̆ппси пызы̆к, шорда. Мысл. Упа кĕпçи — вех (раст). Чертаг. Упа кĕпçи шăршлă, хăстарса вĕлерет, тет. Рак. Упа кĕпçи (водянкаран) шыв-чирĕнчен аван. Вĕретсе çавăн пăсĕнче лараççĕ. Çинерех тусан, иртет. Рак. Кайсар. № 105. Упа кĕпçи. Ачасем тăн-тан пулсан, вĕретсе шыва кӳртеççĕ. Çав ачана тăн-тан тăвакан чире: ухмах ернĕ, теççĕ. Сред. Юм., Упа-кĕпçи-анкартисенче вĕтĕ чĕрпĕлленсе тăракан çӳлĕçлĕ, вăрăм туналлă, шурă чечеклĕ пулакан курăк. Ягадки, II. Вар хĕрринче уйран çӳпçи ларать. (Упа кĕпçи). Альш. Вăрман варринче уйран çӳпçи ларать. (Упа кĕпçи). СТИК. Упа кĕпçи çаранта, вăйлă курăк хушшинче ӳсет. Унăн варри хăвăл; ачасем унтан нассус (сикалки) тăваççĕ.

опа мотуи

дедушка медведь, назв. медведя в сказке (№ 4). Панклеи. Качака путяккисе: ман вар ăши (тепло-ли), опа мочи варĕ ăши? тет. Торп.-к. Кайнă чохне алăкне хопса хăварать, тет, те, ачисене калать: эсĕр, упа мочи кисен, алăк ан уçăр, тесе калать, тет.

Упăта вар

(вар'), назв. оврага. Сĕт-к. Опăтя вар, опăтясам порăннă.

упри

неизв. слово, отсюда: Упри-вар.

Упрăк

назв. оврага (вар). Хир-бось (Тойсин. вол. Ядр. у).

Урина

личн. хр. имя женщ., Ирина. Якейк. Сорм.-Вар. Урам урлă Урина. (Çăпата урлав(ĕ).

урлă кĕлет

амбар, построенный поперек улицы. Янш.-Норв. Ах аттеçĕм, аннеçĕм! хĕрӳ хулăн укçипе урлă кĕлет илсе ларт (вар. илсе лартăр, из «хĕр йĕрри»). Собр. Уйра пĕр урлă кĕлет ларать. (Сурат). Богдашк. † Аслă урамăн варринче, урлă кĕлет умĕнче, урама сырса лараттăм.

Орлăх вар

(вар'), (овраг у?) д. Верхн. Мочар, Ядр. вол.

уртмах

притужина. Зап. ВНО. Ленкер, уртмах, уртмалăх, явăрлăх — притужины. Уртмах йăвăр пулнă та, сарай çинчи улăмĕ путса çĕрсе кайнă. Шибач. Ортмах, то же, что йывăрлăх (на крыше строения). Сорм.-Вар. Çине-пуçне мĕн витнĕ? — Çнне-пуçне яс витнĕ, уртмах янă шăрçаран. Орл. II, 228°. Хора вăрман урлă уртмах ярăп. (Загадка). || Кожаный мешок, который носит туй-пуç; в него кладут чăкăт, хăпарту еtc. туй ӳкерекен çĕрте. После содержимое мешка съедает тулхалăх. Карсун. Паас. Уртмах, уртмах хутаççи, кожаная сумка мăн-кĕрӳ (на свадьбе). Цив. Уртмах — нечто в роде двух переметных сум, вешается через плечо во время свадьбы. || Тяжесть, привешиваемая на шею корове-шатунье, убегающей из стада. Зап. ВНО. Таракан ĕнене уртмах çакса яраççĕ.

урхамах

орхамах, отличная лошадь. СПВВ. КЕ. Урхамах питĕ лайăх лаша. СПВВ. ТМ. Урхамах — пит хитре, вăйлă, пысăк лашана урхамах теççĕ. Начар тихасене çитернĕ чух: ку пĕр, тĕнчере çук урхамах пулĕ-ха, теççĕ. . Урхамах. Пит лайăх лашана урхамах теççĕ. СПВВ. ЕС. Урхамах — пит лайăх, пысăк станлă лаша; тата кулса начар лашана та калаççĕ. Ст. Чек. Урхамах-лайăх пысăк лаша. Чертак. Э (носовое э̆), орхамах! выльăх çине çиленсен, калаççĕ (лошади). N. Урхамах — ырă ут. Сред. Юм. Ах тôр, он лаши ыр ôрхамах пик чупать. Ч. С. Хăй урхамах пек илемлĕ çӳретчĕ (лошадь). Ч. П. Икĕ тур урхамах. . Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă каçнă чух, тĕл пултăмăр урхамах: ури çĕре тивмест, пуçĕ пĕлте тивмест. (Такмак). Такмак. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чуж, куртăмăр эпир çил-çунатлă урхамах: унăн пуçĕ пĕлĕте тимест, ури çĕре тимест, утни-юртни сисĕнмест: шыв пек юхат, çиль пек вĕçет. Сред. Юм. Ман туй килет шавласа ыр орхамах хĕрипе (чит. йĕррипе), ман туй килет шевлесе атте-анне ячĕпе. Байгул. Юмах юпа тăрăнче, хам урхăмах тăрăнче. (Написано по окончании сказки). N. Вăл тăвар юпана урхамах килсе çулать, тет. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша, ĕçсе çисен, урхамах çине утланать, тет те, тухса каять, тет. Панклеи. Тилĕ утланчĕ орхамах çине. — Тилĕ тос, ку лашана стан топпăрнах эс? тет (медведь). Альш. † Улпутсем урхамах кӳлеççĕ, ямшăкĕсем пăхса тăраççĕ. N. Урхамахесм урпа çийеççĕ, шăлĕсем шана (вар. шанасса) пĕлмеççĕ. Шел. 13. Урхамахсем хĕлĕпех утă-сĕлĕ çиеччĕç. || Паас. Урхамах — неприрученная горячая лошадь. См. Магн. 253. || Питушк. Урхамах — лотра лаша. || Юрк. Урхамах (особое животное). || Фигурки животных, сделаниые из теста и приносимые в жертву духам. Шибач. Орхамах — колач çăнăхĕнчен тăваççĕ, киреметсене мĕн тумашкăн. || IIряничный конек, бросаемый бедными в киреметь взамен лошади. Начерт. 126. См. Хорачка, 36 стр. || Орхамах — «безобразный». Шашкар. || «Болезнь лошади» (!). Çармăс (Буин. у.). Урхамах пулнă.

усал

осал, злой, нехороший, недобрый; жестокий. Сенчук. Тăрăшран вăрăм йывăç çук, качакаран усал выльăх çук. БАБ. Усал сăмах калаçнине илтсен. Юрк. Усал çил-тăвăллă тăман-(буран?) тухать. . Усал пуян кутăн çын пулать. Орау. Пирĕн атте, хиличчен тырă вырман пек, кăçал аллине касать те касать. Мĕн тырă вырса пĕтеричченех Муççи Яккуне тарăхса прттерчĕ. Тур курашшĕ, таçта васкаса тухнă, халăх каланиие итлемесĕр! Вăл аллине каснă, ку каснă, теççĕ ялта, çав ахаль-и вăл? усал этеммех пăхать çав: (т. е. все дело зависит от негодного человека): ĕçĕ те ăнмасть, аллисене те касах тăраççĕ, тет. Сред. Юм. Õсал терипех ôсал (т. е. пит осал). . Õсал сăмах чĕрене тивет. Неприятное слово за сердце берет. Сказки и пред. чув. 80. Лаши вĕçсе пырупа пичĕ-куçĕ пит усал. Якейк. Çав çын осалли Йăван (этот негодяй Иван) çынтан колма пĕлет те... (здесь эллип-сис?). IЬ. Отмăл-торат осалли ыр аная сая яч; хĕр осалли Мари пор, ыр ачая сая ят. Календ. 1907. Пирĕн патшалăх пĕтĕм расхотин чĕрĕкне çар тытма ярать. Германия та вăл усал ĕçе нумай тăкать. Ал. цв. 6. Ниçта та пĕр усал кайăк кăшкăрни те, çĕлен шăхăрни те, тамана сасси тç, кайăксем юрлани те илтенмĕст. Пазухин. Пирĕн пуçри усал хуйхă еррипеле пĕтĕ-ха. Сюгал-Яуш. Кайран вара тепĕр кукăра карăмăр та, усал луткăпах хамăр енне каçса карăмăр. N. Халăх ĕçне усал çын малтан тухсан, теллей пулмасть. Орау. Çын çинчен усал ят ярас тесен, вĕсем тем туса тем калаçĕç (готовы все сделать и сказать). Изамб. Т. Ул хăй усал пулнă, тет. Унăн арăмĕ йăваш юлнă, тет. N. Пирĕн икĕ автан пур-чĕ: пĕри йăваш, тепĕри пит усалччĕ. Изамб. Т. Аçу-аннӳ сана: усал пул, тесе каламаççĕ, епле те пулсан çын майлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. N. † Шорă сăхман ăма осал? — сак çине хорса каснăран. Тимер. Пире усалтан ан асăнăр. Не поминайте нас лихом. Янтик. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? См. хăп. Сĕт-к. † Пике арăма тор пăхтăр, осал та полин; хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. || Злое существо, злой человек, негодяй. С. Дув. Пусса кĕмĕл ярăн-и, кĕмĕлĕме сая ярăп-и? чăн усала кайăп-и, чунма сая ярăп-и? Тогаево. Чуптар, пачче, лашуна, анатра хĕрсем, усалсем, юрпа пере юçларĕç. Юрк. Çав усалĕ (чертовка, жена) хĕтĕртнипе упăшки тата пушшĕ çĕкленсе çӳрет, куран. В. Буян. Курăкран усал куршанкă, йывăçран усал кăпчанкă (усал = усал курăк или усал йывăç). || Зло, вред. Истор. Александр усала астуса тăракан çын пулман, Новгородран хăйне çилентерсе янă пулсан та, вĕсене хăтарма каллах кайнă. Эльбарус. Пире осал тума пыракан çын калла çавăрна-çавăрна пăхса таратччĕ. Учите детей. Çапла ачасене хамăрах усала вăрентетпĕр. Хыпар № 6, 1906. Çилентерес марччĕ, анчах усалăн ури саккăр, теççĕ, вăл чĕрре кĕме таçтан та тупĕ. Собр. Усал каламасан, ырă çук, теççĕ. (Посл.). || Чорт; нечистый дух, нечистая сила. IЬ. Çĕрле чӳрече витĕр пăхсассăн, усал ерет, теççĕ. Ст. Ганьк. Çынăн, усалпа чирлесен, шăмшак сурать. М. Васильев. № 3,56. Ват тимĕрçе пĕр осал лаççа тохма тăратать. Собр. Пĕтнĕ милкене тула прахсассăн, усал юлать, теççĕ. IЬ. Пĕр-пĕр хĕр ача туса вĕлерсен те, усал пулать, теççĕ. IЬ. Çав ачаран пулна усал çынна ерсе ирлеттерсе вĕлерет, теççĕ. . Çынна ернĕ усал çын патне пынă чух е çын, е йытă, е кушак, е пыркка пулса пырать, теççĕ. IЬ. Е вăрманта, е уйра çĕтсе çӳресен (если заблудишься), усал ертсе çӳрет, теççĕ. КАХ. Усал аллине ан пар (моленье). Не дай во власть злого духа? Ст. Чек. Усал турăран хăватлă. Пролей-Каша. Усал вăрăннă (= çыпçăннă), пристал нечистый (напр., если к женщине летает вотăш). N. Манăн çӳлти усала аяла илсе çапмаллăх вăй пур (говорит один силач). N. Килчĕ пирĕн патра усал вăрăннă япала! (словно сумасшедший, от действия злого духа). Якейк. Осал ерсен, çын пĕтĕмпех типсе, хăрса каять. Если пристанет чорт, то человек высыхает как щепка. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă, е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа ерсе юлать, теççĕ. Панклен. Тури осал, анатри осал, в сказке — назван. двух духов, встречавшихся друг с другом ка берегу Волги. N. Турпас тăкнă вар пуç пĕр çухрăмра. Çав вар пуçĕнче усая (шуйттан) пурăнать, теççĕ. Ст. Айб. Кукăр хурăн кутĕнче усал пăхĕ выртать. (Чĕлĕм). N. Тата çав çырмарах ĕлĕк пĕр çын вилнĕ те, халĕ унта час-часах çынсем усал кураççĕ. Это можно понять двояко: 1) видят чертей, 2) подвергаются несчастным случайностям. || Несчастие, беда, бедствие. Иногда олицетворяется. Хĕвел, № 1. Эпир-çеç хамăр тăван вĕрентекенсенчен уйăрăлнă, пирĕн хушăран-çеç усал тухса кайнă. N. Хăй ăшĕнче шухăшласа пырать, тет: упанăн усалĕ те пур иккен, ырри те пур, тесе калать, тет. Альш. † Пирĕн пуçри усала тур сиртĕр. Собр. Касас çавăнтан, касас çурлăнтан, турă, усалла сир. (Моленье). || Дрянь, мерзость. Юрк. Эх, ку усала мĕшĕн-кăна ĕçрĕм-ши? Якейк. Çав осалпа çан чохлĕ вăхăт ирттертĕм полать! Стоило (мне) тратить время на такую дрянь! Синерь. Çав хĕрсем çав хуралçа усал ереки ĕçтерчĕç, тет те, хуралçи, ĕсĕрлсе, йăванса юлчĕ, тет. Якейк. Çав осалшăн (я за иего) онта ма пырап-ка. IЬ. Онашкал осал çынна (дряни) нумай корса ен. || Невзгода, бедствие. Шурăм-п. 10. Çакăн пек усала (засуху) курса, чăвашсем ялсенче халăх пухма тытăнаççĕ. Альш. Пулнă уçал хуллен-хуллен (мало-по-малу) асран каять. КАЯ. Эпĕр ырă куримаспăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине-усал пулса пырать (несчастье за несчастьем). Собр. Çăкăр кăмакана тăрăхла çурăлсан, усал юлать, теççĕ. (Поверье). || Озорной. Юрк. Усалтараххисем, кто поозорнее. || Чорт (бранное выражеиие). Коракыш. Ăна пичĕш курнă та: санăн, усалăн, кунта килмелле-и? тесе, тĕкее кăларса янă. Рак. Çак пуртре пĕр усал. (Шăпăр). || Бранное выраженпе, отн. к детям или животным (напр., к лошади). Орау. Усал! мĕн хăтланать вăл! пăх-ха амĕш! Что он делает, негодяй! посмотри-ка, мать! (говорит матери ребенка). . Усал! Вунă пăта туртса çитеримар, тата шăмарайĕнçи тăвать! Сволочь! Десяти пудов не свезла (не довезла), а еще злится! (прижимает уши, хочет укусить). . Усал! шăмарать тата! (напр., о кобыле: сволочь! еще укусить хочет! || Пурга. Пухтел. Уcал тухса каймасан. Если не случится пурги. || Хлам. Земледелец. Нимĕçсем вăрманти мĕн пур усала шăлса, хире тăкаççĕ. || Плохо (наречие). Ст. Айб. Ах, инкеçĕм, инкеçĕм! Эпир усал пурăнни ят сарăлчĕ аякка. (Хĕр йĕрри). Тимĕрçен. † Йăмăка усал тытсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине.

услам-кайăк

лев. Альш. Теперь знач. этого слова забыто; см. услан. В азери аслан «лев». Коракыш. Услам-кайăк шыв ĕçĕ, ик текерлĕ вăя вылĕç. (Лаша шыв ĕçни). Сорм-Вар. Ик текерле вый-вылĕ, услам-кайăк шу ĕçĕ. (Лаша шу ĕçни).

Осра

назв. оврага (вăрманти вар) около д. Елшихово, Ядр. Якейк. М. б. то же, что усрав.

отă

утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»

утьăкка

неизв. сл. См. утюкка. Сорм-Вар. Утьăкка (scr. Утăка) шăва. (Загадка: шăва кĕни).

Учук вар

назв. оврага около с. Ново-Якушкина, Бугурусл. у. Н.-Якушк. Учук вар; çав варта ĕлĕкхи çынсем учук тунă, тата çĕр витĕр тухнă.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

бойкий

бойко нареч. (син. расторопный, живой, подвижный; ант. вялый, медлительный)
правур, йăрă, çивĕч, вăр-вар; бойкая девушка правур хĕр; бойкий ум çивĕч ăс

брюхо

сущ.сред.
вар, хырăм; брюхо акулы акула хырăмĕ

брюшной

прил.
вар-хырăм -ĕ; брюшная полость вар-хырăм хăвăлĕ

вскрыть

глаг. сов.
1. (син. открыть) уç; вскрыть письмо çырăва уç
2. что (син. обнаружить) палăрт, тупса палăрт; вскрыть недостатки в работе ĕçри çитменлĕхсене тупса палăрт
3. кого-что (син. разрезать) кас, касса уç (операци тунă май); хирург вскрыл брюшную полость хирург вар-хырăм хăвăлне каснă

желудок

сущ.муж.
хырăмлăх, хырăм, вар; пакарта (кайăксен); расстройство желудка вар пăсăлни, вар витти

желудочный

прил.
хырăмлăх -ĕ, вар -ĕ; желудочный сок вар сĕткенĕ

живот

сущ.муж.
хырăм, вар; живот болит вар ыратать

кишечник

сущ.муж.
пыршăлăх, пыршăсем; расстройство кишечника вар витти

ловкий

прил., ловко нареч.
1. (син. проворный, сноровистый; ант. неуклюжий) йăрă, çивĕч, правур, вăр-вар, çаврăнăçуллă; ловкий мальчик вăр-вар ача
2. (син. хитрый, изворотливый) чее, хайлавлă; ловкая проделка чее хăтланăш

овраг

сущ.муж.
çырма, вар; глубокий овраг тарăн çырма; сухой овраг тип вар

пищеварение

сущ.сред.
апат шăранни; расстройство пищеварения вар пăсăлни, вар витти

подъём

сущ.муж.
1. (ант. спуск) тăвалла çул; дорога идёт на подъём çул тăвалла хăпарать
2. (син. развитие) çĕкленӳ, ӳсĕм; подъём в экономике экономикăри ӳсĕм
3. (син. воодушевление) çĕкленӳ, хавхалану; говорить с подъёмом хавхаланса калаç ♦ лёгок на подъём вăр-вар, алли-ури çăмăл

полость

сущ.жен., множ. полости
хăвăл; полость рта çăвар хăвăлĕ; брюшная полость вар хăвăлĕ

проворный

прил., проворно нареч.
правур, чĕрĕ, çивĕч, йăлттам, вăр-вар двигаться проворно вăр-вар хускал; проворный парень правур каччă

тиф

сущ.муж.
тиф (ерекен йывăр чир); брюшной тиф вар-хырăм тифĕ; сыпной тиф шатраллă тиф

центральный

прил.
1. (син. срединный) вăта, вар, варринчи, вăта çĕрти; центральная часть страны çĕршывăн вăта пайĕ
2. (син. главный, руководящий) тĕп, аслă; центральные органы власти влаçăн аслă органĕсем; центральный комитет партии партии тĕп комитечĕ
3. (син. основной) тĕп, чи паха, чи кирлĕ; центральная мысль книги кĕнекен тĕп шухашĕ

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

гарнир

гарнир (шарикленӗ какайпа е пулӑпа пӗрле паракан пахча-ҫимĕçрен т. ыт. хатĕрленӗ юр-вар).

грыжа

пӳсӗр, вар анни, ӑш анки.

долина

и дол айлӑм,йӑлӑм, вар.

желудок

-дка хырӑм, вар; пакарта (вӗҫен кайӑксен хырӑмĕ); расстройство желудка варвитти.

живот

-а вар, хырӑм; живот болит вар ыратать.

запор

1. питӗркӗч, кӗле, тӗкӗ; сӑлăп; 2. вар хытни, тула тухаймасӑр аптӑрани.

лог

тип вар, анлӑ тип ҫырма, васан.

лощина

айлӑмлӑх, васан, вар.

массаж

массаж (алӑпа сӑтӑрса ыратнине лӑплантарни, юн ҫÿретни, вар шӑлни (устар.).

мигом

питӗ хӑвӑрт; куҫ хупса иличчен, вăшт ҫеҫ, вӑр-вар.

нутро

ӑш, ӑшчик, вар, хырӑм.

вар

вар (пĕçернĕ сăмала).

внутренность

ж. мн. нет ăш, ăш-чик, вар, вар-хырăм, (япалан) шалти пайӗ.

овраг

ҫырма, тип ҫырма, тип вар.

отвесить

-шу что сов., отвешивать несов., виҫсе пар, турттарса вар, виҫе-виҫе пар; отвесить поклон устар. пуҫ тай.

раздувать

что несов. 1. см. раздать; 2. вӗлкӗштер, вӗҫтерсе тар (çил ялава), раздуваться несов., раздуться, -уюсь сов. 1. кӳпӗн (вар), шыҫса кай (питҫӑмарти); мӑнтӑрлан; 2. сывлӑшпа тул (хӑмпӑ).

расстройство

1. йĕркерен тухни; 2. пӑсӑлни (ӗҫсем); 3. кӑмӑл хуҫӑлни; расстройство желудка варвитти, вар пӑсӑлни; расстройство нервов нервсем урмӑшни.

резать

-жу, -жешь что несов. 1. кас; алмаз режет стекло алмаз кантăк касать; 2. касса вӗлер, пус (чӑх); режет в животе вар касса ыратать; резать правду перен. чӑн сӑмаха куҫран кала.

смола

сӑмала, вар, сухӑр.

сок

сĕткен, сĕтек шыв, хысма; арбузный сок арбуз шывĕ; берёзовый сок хурӑн шывĕ; ягодный сок ҫырла шывĕ; сок растения курӑк сĕткенĕ; желудочный сок вар-хырăм сĕткенĕ; в полном соку вăйпитти.

суходол

типĕ вар.

приварок

-рка вĕри апат-ҫимӗҫ, юр-вар.

провизия

апат-ҫимӗҫ, ӗҫме-ҫиме, юр-вар.

проворный

ҫивĕч, чӗре, йӳрӗк, правур, йӑрӑ, вӑр-вар.

чрево

устар. хырăм, вар, ăш.

тиф

тиф; сыпной тиф шатраллă тиф; возвратный тиф тапхăрăн-тапхăрăн тавăранса аптăратакан тиф; брюшной тиф вар-хырăм тифĕ.

холст

пир; лучший сорт холста 1. катанпир, вар пир, штолпи; грубый холст лапрашка пирри, шăлапир; средний сорт палчас пирри; 2. çуллă сăрăсемпе ӳкернĕ картина.

урочище

хăй тĕллĕн пулнă чикĕ: шыв, çырма, тип вар, вăрман, сăрт, çыран, кӳлĕ т. ыт.; тавралăхран уйрăлса тăракан вырăн (сăмахран, шурлăх).

утроба

вар, хырăм, ăш; ненасытная утроба тăранман хырăм (пыр).

брюхо

простор. вар, хырăм, вар-хырăм.

брюшной

брюшной тиф вар тифĕ.

быстро

хăвăрт, часрах, вăш-ваш, вăр-вар, хăпăл-хапăл, йăпăр-япăр, яшт çеç.

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

балка

ж. (овраг) вар, тип çырма.

бойкий

прил. 1. çивĕч, йӳрĕк, чĕрĕ, правур, вăр-вар; бойкий мальчик чĕрĕ ача; 2. (людный) çын хĕвĕшекен, тĕркĕш (вырăн, урам); 3. (о торговле) кал-кал пыракан (суту-илӳ); 4. (живой, быстрый) çивĕч, чĕрĕ, пултаруллă; бойкий ум çивĕч ăс; бойкая речь яка чĕлхе; бойкое перо пултаруллă çыруçă; бойкий на язык çивĕч чĕлхеллĕ.

брюхо

с. прост. хырăм, вар; отрастить брюхо хырăма кай; набить брюхо хырăма сар; ◇ ползать на брюхе перед кем-л. йăпăлтат, юрама тăрăш.

брюшной

прил. вар-хырăм ⸗ĕ [⸗и]; брюшная полость вар-хырăм хăвăлĕ; брюшной тиф мед. вар-хырăм тифĕ.

буерак

ж. обл. шырлан, вар, пĕчĕк çырма.

бурчать

несов. разг. 1. что и без доп. мăкăртат, мăкăр-мăкăр ту; бурчать себе под нос сăмса айĕн мăкăртат; 2. пакăртат; в животе бурчит вар пакăртатать.

вар

м. сăмала; сапожный вар çип сăмали; как (словно, точно) варом обдало ӳт-пӳ пĕçерсе кайрĕ (вăтанса е хăраса ӳкнипе).

грыжа

ж. пӳсĕр, пӳсĕр çини, вар анни; пупочная грыжа кăвапа пӳсĕрĕ.

долина

ж. айлăм, вар; речная долина юхан-шыв айлăмĕ.

желудок

м. вар, хырăм; ◇ расстройство желудока вар пăсăлни, варвитти.

желудочный

прил. хырăмлăх ⸗ĕ [⸗и], вар-хырăм -⸗ĕ [⸗и]; желудочный сок хырăмлăх сĕткенĕ; желудочные болезни вар-хырăм чирĕсем.

живо

нареч. 1. (ясно, отчётливо) уççăн, лайăх, чĕррĕн; 2. (сильно, остро) питĕ хытă; это всех живо заинтересовало ку пурне те хытă интереслентерчĕ; 3. (оживлённо) хавхаланса, хĕрӳллĕн, хĕрӳленсе; 4. разг. (быстро) хăвăрт, васкавлăн, вăр-вар; я живо оделся эпĕ хăвăрт тумлантăм.

живой

прил. 1. (обладающий жизнью) чĕрĕ; живые цветы чĕрĕ чечексем; ловить зайца живым мулкача чĕррĕн тыт; 2. (относящийся к живому или растительному миру) чĕрĕ; живая природа чĕрĕ çутçанталăк; 3. (полный жизненных сил) чĕрĕ, çивĕч, йӳрĕк; вичкĕн, шухă; живой ребёнок çивĕч ача; 4. (подлинный, реальный) чăн, чăн-чăн, чĕрĕ; пурнăçри, пурнăçран илнĕ; живая жизнь чĕрĕ пурнăç; живое дело чĕрĕ ĕç; 5. (деятельный, остроощущаемый) тимлĕ; хĕрӳллĕ; питĕ пысăк; живое участие тимлĕ хутшăнни; живое желание питĕ пысăк кăмăл; 6. (яркий, выразительный) чĕрĕ; илемлĕ; живой образ чĕрĕ сăнар; живая речь чĕрĕ пуплев, чĕрĕ калаçу; 7. только в краткой ф., чем (черпающий силу в чём-либо): я жив надеждой эпĕ шанăçпа пурăнатăп; ◇ живой вес чĕрĕ виçе; живая вода фольк. чĕрĕлĕх шывĕ; живая газета чĕрĕ хаçат (хыпар сарса çӳрекен çын çинчен); живая изгородь чĕрĕ хӳме (йăвă лартса тухнă йывăçсен речĕ); живой инвентарь чĕрĕ инвентарь (ĕç выльăхĕсем), живая очередь чĕрĕ черет (çынсем черет йышăнса кĕтсе тăни); живой портрет чĕрĕ сăнлăх; живая рана чĕрĕ суран; живая связь чĕрĕ çыхăну; живая сила чĕрĕ вăй (çынсем, выльăх-чĕрлĕх); живое слово чĕрĕ сăмах; живого слова не услышишь чĕрĕ сăмах илтеймĕн; живой ум çивĕч ăс; живого лица нет на ком-л. питĕнче этем сăнĕ çук; живого места нет аманман вырăн та çук; живым манером вăр-вар, хăвăрт; взять (брать) за живое, задеть (затронуть) за живое хумхатса яр, чуна кайса тив; на живую нитку кăшт-кашт, начар; на живую руку васкаса; ни живой души пĕр чун та; жив-здоров чип-чипер, тĕрĕс-тĕкел; ни жив ни мёртв ни чĕрĕ ни вилĕ.

живот

м. хырăм, вар; ◇ надорвать живот со смеху (или от хохота) вар хытиччен кул.

заболевание

с. 1. по гл. заболевать; 2. (болезнь) чир; желудочное заболевание вар-хырăм чирĕ.

закрепляющий

прил. мед. хытармалли, хытаракан; закрепляющее средство вар хытармалли эмел.

запор

м. вар хытни (тула тухаймасăр аптрани).

засорить

сов. что 1. (загрязнить сором) çӳпĕле, çӳпĕлесе тултар (е пĕтер); засорить пол урайне çӳпĕле; 2. (повредить засорением) çӳпĕ кĕрт, çӳпĕ ларт (куда); (канализацию) тултарса ларт (сăм. раковинăна); 3. (о сорных травах) çумлан, тапса тух (çумкурăк); 4. перен. (заполнить чем-л. вредным) пăтрат (ăса), пăс; ◇ засорить желудок вар-хырăма пăс.

засориться

сов. çӳпĕлен, çӳпĕ тул, тулса лар, çӳпĕ лар, çӳпĕ кĕр, пăсăл; труба засорилась пăрах тулса ларнă; ◇ желудок засорился вар пăсăлнă.

затоптать

сов. 1. что (заследить; примять) затоптать таптаса пĕтер; йĕрлесе пĕтер; затоптать грядки йăрансене таптаса пĕтер; затоптать пол урая йĕрлесе пĕтер; 2. кого-что (вмять во что-л.) таптаса аяла ту, таптаса путар, вар, варса кĕрт (е хур); затоптать платок в песок тутăра хăйăр айне варса кĕрт; 3. что (топча, потушить) таптаса сӳнтер.

кататься

несов. 1. йăван, кус, чупса кай; кататься от боли ыратнипе (выртса) йăван; 2. (ездить) чуп, ярăн, ларса çӳре; кататься на велосипеде велосипедпа чуп; кататься на лодке кимĕпе ярăн; 3. разг. (много раз и часто ездить) ярăнса çӳре, касса çӳре; ◇ кататься со смеху вар тытса кул; кататься как сыр в масле пыл та çу пурăн.

кишка

ж. пыршă; кишка тонка пыршă çӳхе (вăй çитмест); надорвать кишки (со смеху) вар хыт (кулса); заворот кишок см. заворот.

крепить

несов. что 1. (прочно прикреплять, соединять) тĕреклет, çирĕплет, хытар; 2. перен. (усиливать, укреплять) тĕреклет, çирĕплет (оборонăна); 3. (вызывать запор желудка) хытар (вар-хырăма); 4. мор. пуçтар (паруссене).

лист

м. 1. (мн. листья и листы) çулçă; сухие листья типĕ çулçăсем; 2. (мн. листы) листа; лист бумаги хут листи; 3. (мн. листы) хут, документ; похвальный лист мухтав хучĕ; авторский лист автор листи (40 000 саспаллиллĕ виçе); александрийский лист вар çемçетекен эмел; с листа петь (или играть) хатĕрленмесĕр юрла, выля.

ловкий

прил. 1. (подвижной, гибкий) çăмăл, çивĕч, йăрă, вăр-вар; ловкий мальчик вăр-вар ача; 2. (искусный) ăста, йĕтĕс, çивĕч, вичкĕн, çăмăл; ловкий наёздник ăста юланутçă; ловкий человек йĕтĕс çын; 3. (хитрый) пултаракан, чее, йăскăн; ловкий шаг чее утăм.

лог

м. тип вар, тип çырма.

лоно

с. уст. чĕрçи; вар, кăкăр; ◇ на лоне природы уçă сывлăшра.

надорвать

сов. что 1. çур, чĕр; надорвать конверт конверта çур; 2. перен. (повредить) амант, ыраттар, сиенле; надорвать голос сасса сиенле; надорвать здоровье сывлăха сиенле; ◇ надорвать живот (или животики) со смеху вар хытиччен кул.

наскоро

нареч. 1. разг. хăвăрт, васкавлăн, васкаса, хыпаланса, вăр-вар, йăпăр-япăр; наскоро пообедать васкавлăн çикеле (е çырткала).

нутро

с. разг. 1. ăш, ăшчик, вар, пыршă-пакарта; 2. перен. (чутьё, инстинкт) чĕре, туйăм, сисӳ; чуять нутром чĕрепе туй.

овраг

м. вар, шырлан, тип çырма.

опущение

с. мед. анни; опущение желудка вар анни.

перевалить

сов. 1. кого-что, разг. куçарса хур, пушат; перевалить мешки с машины на воз михĕсене машина çинчен лав çине куçарса хур; 2. кого-что (перевернуть) çавăр, çавăрса хур; перевалить с одного бока на другой пĕр енчен тепĕр енне çавăрса хур (япалана); 3. что, через что (перейти) каç; перевалить через долину вар урлă каç; 4. безл. кому, разг. ирт, иртсе кай; ему перевалило за сорок вăл хĕрĕхрен иртнĕ.

перегрузить

сов. что 1. (в другое место) куçарса (е пушатса) тие; куçар; перегрузить ящики с берега на паром ещĕксене çыран çинчен паром çине куçар; 2. что (сверх меры) ытлашши тие; 3. кого-что, перен. (работой) ĕç парса тултар, ĕçпе чыхăнтар; 4. что, перен. тултар (кирлинчен ытла); перегрузить статью цифрами статьяна цифрăсем кĕртсе тултар; ◇ перегрузить желудок вар-хырăма пăс (нумай çисе).

поворотливый

прил. чĕрĕ, йӳрĕк, йăрă, вăр-вар, çаврăнăçуллă.

подвижной

прил. 1. хусканакан, куçăкан, куçса çӳрекен, куçармалла, хусканмалла; подвижной блок куçармалла шăлтăрма; 2. куçакан, куçса çӳрекен; подвижная мишень куçакан мишень; 3. (о человеке, животном) чĕрĕ, шухă, çивĕч, йăрă, вăр-вар; ◇ подвижной состав ж.-д. куçакан состав (вагонсем, пăравуссем); подвижные игры чупмалла вăйăсем.

подъём

м. 1. по гл. подняться; подъём флага ялав çĕклени; подъём воды шыв хăпарни; 2. чего, с.-х. сухалани, уçни, çĕтни; подъём зяби çĕртме сухалани; 3. (рост, развитие) çĕкленни, вăйланни, вăй илни, аталанни; подъём народного хозяйства халăх хуçалăхĕ çĕкленни; 4. (воодушевление) кăмăл çĕкленни, хавхалану; чувствовать душевный подъём çĕкленсе кай; трудовой подъём ĕçри çĕкленӳ; с подъёмом хастаррăн, хавхаланса; 5. (участок дороги) сăрт, тăвалла çул; крутой подъём чăнкă çул; 6. (ноги, обуви) ура (е ата-пушмак) пичĕ; 7. (побудка) вăратни; ◇ лёгок на подъём йӳрĕк, вăр-вар; тяжёл на подъём ӳрĕк-сӳрĕк.

появиться

сов. 1. (явиться, показаться) курăн, тух, килсе тух, тухса тăр; луна появилась уйăх тухрĕ; появиться кстати вăхăтра кил; появиться в большом количестве тапса тух; 2. (возникнуть) тух пул, çурал, пуçлан; на ноге появилась язва урана пата тухнă; появилась седина çӳç кăвакара пуçланă; появились боли в желудке вар ырата пуçларĕ; появилась надежда шанчăк çуралчĕ.

приварок

м. вĕри апат; юр-вар.

провизия

ж. апат-çимĕç, ĕçме-çиме, юр-вар.

проворный

прил. чĕрĕ, çивĕч, правур, йӳрĕк, йăрă, вăр-вар, йăлттам; проворный мальчик йăлттам ача; проворный человек йăрă çын.

проворство

с. йăрăлăх, йӳрĕклĕх, çивĕчлĕх, йăрă (е йӳрĕк, вăр-вар, правур) пулни.

продовольствие

с. апат-çимĕç, юр-вар, продовольстви.

продукт

м. 1. (следствие, результат чего-л.) продукт, çуралнă (е пулнă) япала; продукт мышления шухăшлавран çурални; продукты сельского хозяйства ялхуçалăх продукчĕсем; 2. обычно мн. продукты юр-вар, ĕçме-çиме, çăкăр-тăвар, апат-çимĕç; молочные продукты сĕт юр-варĕ; продуктов хватит надолго апат-çимĕç нумая пырать; 3. (сырьё, используемое для какой-л. цели) ⸗малли [⸗мелли], чĕртавар; продукты для изготовления бумаги хут тумалли чĕртавар.

промывание

с. по гл. промывать; промывание желудка мед. вар-хырăма çуса тасатни (шыв ĕçтерсе).

промыть

сов. 1. что çу, чӳхе, çуса (е чӳхесе) тасат; промыть рану сурана çуса тасат; промыть желудок мед. вар-хырăма çуса тасат; 2. (прорвать) çисе (е шăтарса; çĕмĕрсе, татса, ишсе кай; вешняя вода промыла плотину çурхи шыв пĕвене татса кайнă; 3. спец. су; промыть золото ылтăн çу, ылтăн пух.

прослабить

сов. кого, разг. тасат (вар-хырăма).

прочистить

сов. что тасат, тасатса кăлар (е тух); прочистить трубу мăрье хăрăмла, тăрпа тасат; прочистить желудок мед. вар-хырăма тасат.

прыткий

прил. разг. çивĕч, йăрă, чĕрĕ, йӳрĕк, вăр-вар.

рак

м. мед. рак; рак желудка вар-хырăм ракĕ.

расстройство

с. 1. (нарушение строя) йĕркерен кăларни (е тухни); внести расстройство в ряды противника тăшман çарне йĕркерен кăлар; 2. (заболевание) пăсăлни; расстройство речи калаçу пăсăлни; расстройство желудка вар-хырăм пăсăлни; 3. разг. (потеря спокойствия) кăмăл пăсăлни, кăмăла пăсни.

расторопный

прил. чĕрĕ, çивĕч, йӳрĕк, йăрă, вăр-вар; расторопный парень çивĕч каччă.

резать

несов. 1. что и без доп. кас, вакла; резать бумагу хут кас; резать мясо аш вакла; резать ножом çĕçĕпе кас; этот нож не режет ку çĕçĕ касмасть; 2. кого-что, разг. (оперировать) кас, операци ту; 3. кого (убивать острым) пус, чик; 4. что, по чему, на чём (гравировать) кас, касса ту; резать по дереву хăма çине касса ту (тĕрĕ, кĕлетке); 5. что и без доп. (причинять режущую боль) кас, касса ырат; (вызывать неприятное ощущение) ыраттар, йăмăхтар, шартар; в желудке режет безл. вар касса ыратать; свет режет глаза çутă куçа йăмăхтарать; ◇ ухо режет хăлхана йĕрĕнтерет; правду-матку см. href='/s/правда'>правда.

сальник

м. анат. çулăх, вар ӳчĕ (хырăмри çу хутламĕ); 2. тех. сальник (поршенĕн шыв е пăç кăларман çуланă пайĕ).

сердце

с. 1. чĕре; биение сердца чĕре таппи; 2. (символ чувств, настроений) чĕре, чун; сердце радуется чун савăнать; 3. перен. (душевный мир) чун, чĕре; чёрствое сердце хытă чĕре; золотое сердце ырă чĕре; 4. перен. (центр.) чĕре, вар; Москвасердце Советского Союза Мускав — Совет Союзĕн чĕри; ◇ в сердцах тарăхса, çилленсе; сказать с сердцем тăрăхса кала; иметь сердце çиллен, тăрăх; избранник сердца шутл. варли, чун савни; от всего сердца пĕтĕм чĕререн, чунтан-вартан; покорить сердце чĕрине çавăр; по сердцу кăмăла каять; отлегло от сердца чĕре пусăрăнчĕ; не принимать близко к сердцу йывăр ан ил, чĕрене ан ил (çын сăмахне); дама сердца юратнă хĕрарăм; сердце не лежит чĕре выртмасть; положа руку на сердце ним пытармасăр, чунтан-чĕререн; сердце болит чĕре (е ăш) çунать, чун ыратать; сорвать сердце на ком-чём-л. вăрçса çилле уçса яр; сердце моё чунăм, савнă тусăм; на сердце кошки скребут чун тулашать; сердце падает, сердце оборвалось чĕре картах сикрĕ.

слабительный

прил. 1. (вар-хырăма) çемçетекен, чĕкĕртекен; 2. в знач. сущ. слабительное с. çемçетекен эмел.

слабить

несов. 1. безл. кого чĕкĕрт, тула хăвала; 2. (послаблять) çемçет, вар-хырăма тасат; касторовое масло слабит касторка çăвĕ вар-хырăма тасатать.

стожар

м. 1. обл. и спец. вар шăччи, капан шăччи; 2. обычно мн. Стожары Ала çăлтăр.

суходол

м. типĕ айлăм, вар, васан.

тиф

м. тиф; сыпной тиф шатраллă тиф; брюшной тиф вар тифĕ.

урочище

с. 1. (естественная граница) путмар, чикĕ (хăй тĕллĕн пулнăскер вăрман, юханшыв, ту, вар т. ыт. те); 2. (участок) вырăн, çĕр, лаптăк (тавралăхран уйрăлса тăракан вырăн, сăм. уй варринчи вăрман, шурлăх т. ыт. те).

утроба

ж. разг. вар, хырăм, ăш; в утробе матери амăшĕн варĕнче; ненасытная утроба тăранман хырăм.

хохотать

несов. хыттăн кул, ахăлтат, ахăр; хохотать до упаду вар хытиччен кул, йăванса кайиччен кул.

чрево

с. уст. вар, хырăм, ăш; во чреве матери амăшĕ ăшĕнче.

яр

м. обл. 1. (обрыв) çыр, çыран; 2. (овраг, лощина) çырма, вар, васан.

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

вар

[var]
mezo, centro, kerno; ventro, stomako
çавракăш варри — rondomezo
йывăç варри — kerno de arbo
хула варринче — en la urbocentro
хула варрине — en la centron de la urbo
кăнтăр варринче — tagmeze
сăмах варринче такăнчĕ — li (ŝi) stumblis mezvorte
эрне варринче — semajnmeze
вар ыратать — ventro doloras
вар пăсăлни — stomakperturbo

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

вар

, варă 1. «середина», «центр»; 2. «сердцевина»; 2. «желудок», «живот»; вар, вар пуççи «лучшая часть волокна»; КБ, уйг. ӧз «сам» ӧзӳм «я сам» тур. ӧз «внутренность»; «сердцевина»; «сущность». «лучшая, отборная часть чего-л».; «сам» «собственный», «родной»; уйг., азерб. ӧзәк, туркм. ӧзег, тув., казах., ног. ӧзек, к. калп. озек, кирг. ӧзӧк, тат., башк. ӳзәк, узб. узак, якут. ӳӧс «сердцевина»; монг. ӧрӧ, ӧзек «сам» ӧр(ӧн) «центр пола в юрте»; «квадратный столик в центре юрты»; вдр. тюрк. ӧ «думать» > ӧз «сердцевина»; «внутренность»; «сам». Ср. чув. вар витти. Замахш. ичи ӧтти, казах. иш этӳ, кирг. ич отӳӳ «понос» где чув. вит, кирг. ӧт — «проходить».

вар

«зарывать», «закапывать в землю»; хак. ор «рыть, «копать»; кирг. ор «яма», «ров», хак. ора «погреб», «подполье», «яма для хранения овощей»; казах., к. калп. ор «ров», «яма» алт. И оро, ора, «яма».

вар

см. васан.

васан

, вар «ложбина», «лощина», сухой овраг»; диал. «ручеек»; кирг. ӧзӧн «русло реки; «бассейн»; казах. ӧзен «река», карач. ӧзен «ущелье»; башк. ӳзен «русло реки».

каччă

«неженатый молодой человек», «юноша», «жених»; качча кай «выйти замуж»; тур. коджа (коса) «муж»; коджая вар «выйти замуж». Ср. мар. каче «парень», «жених».

пур

1. «есть», «имеется», «существует»; 2. «все», «всё»; здесь у восходит к древнему долгому а: туркм., якут. баар, др. тюрк., МК бар, уйг., кирг., казах., к. калп., ног., тув., тат., башк. бар, узб. бор, азерб., тур. вар, алт. В, хак., желт, уйг. пар «есть»; «имеется»; чув. пурĕ «всё», «все»; «всего», «итого»; пурĕ пĕр «все равно»; Замахш., чаг., узб. барча, уйг. барлик, кирг. бардык «все»; уйг., ног. бари, туркм., карач., тат., чаг. бары «всё», «полностью»; уйг., узб., ног. бари бар, казах. бәра бар «все равно»; ср. монг. бӳрен, бур.-монг. баран «всё», «полностью», «целиком»; «целый», «весь».

пыр

1. «идти», «ехать»; 2. «длиться», «продолжаться»; АФТ вар «идти»; тур. вар «приходить», «прибывать», «доходить»; «отправляться»; кочая вар «выходить замуж»; уйг., туркм., кирг., казах., к. калп., ног., башк., тат. бар «идти», «ехать», «продолжаться»; узб. бор, алт. В, хак., желт. уйг. пар тоже.

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Вара тытса

Вара (варсене) тытса (кул, ахăлтат т. ыт. те) держаться за бока [за животы]; син.: каçса кайса кул, вар хытиччен кул.
Рамаш Трашунран тĕлĕннипе варне тытса кулса ячĕ. В. Паймен. Сунар станцине килнĕренпе ăна никам та генерал тесе шутлас çук, чи кулăшла халапсене вăл çаптарать, хăш чух темле мыскара шухăшласа кăларать те, юлташĕсем куçĕсене шăла-шăла, варĕсене тытса ахăлтатаççĕ. М. Кипек.

Вар хытиччен

Вар хытиччен (кул, ахăлтат т. ыт. те) надрывать животики [кишки]; син.; каçса кайса кул, вара (варсене) тытса кул.
Тăван халăха чылай çул хушши вар хытиччен култарнă. Чăваш календарĕ.

Çăвар кар

Çăвар (çăвара) кар 1. разевать [раскрывать] / разинуть [раскрыть] рот; 2. разевать / разинуть глотку, драть [надрывать] глотку [горло].
1. Çăварне карса итлесе тăракан Ухливанов председателе ырламасăр чăтса тăраймарĕ. В. Краснов-Асли. Манпа юнашар ман пекех урине çăпата сырнă чăваш ачи çăвара карса тăрать. В. Паймен. Тĕлĕнсе, çăварне карса пăрахса пăхрĕ ача лĕпĕш вĕçсе кайнине. Юхма М. 2. Аллинчи туйи ун тимĕр, — Çăварна ан кар эс, хуп! Я. Ухсай. — Шăп, мĕскер çăвар каратăр! — Хĕр вăр-вар хурать пӳлсе. А. Галкин.

Хур пул

Хур пул 1. срамиться / осрамиться; оказываться / оказаться несчастным, униженным судьбою; 2. впадать / впасть в несчастье.
1. — Сирĕн хурăр пулас пур Эп çуралман пулăттăм, Çутă Çурçĕр çăлтăрне Куçăмсемпе курмăттăм. В. Давыдов-Анатри. Атте-анне юратнине Эпир нихçан хур пулман. В. Урташ. Халăх пуçне усман, Хурах хурри пулма шутламан. Юхма М. 2. Урам варри вар пулчĕ, пире савни хур пулчĕ. Чăваш фольклорĕ.

Хырăма тытса

Хырăма тытса (кул, ахăр) хвататься [держаться] за животы (животики), валяться [кататься] со смеху; син. вар хытиччен (кул), каçса кайса кул.
Икĕ манашки хырăмне тытсах кулчĕç. Н. Мранькка.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

ахрăм

п.с. 1. Сасă ян кайса çапăнни; каялла сасă. Хирĕç вăрманта ахрăм ухăрса уласа тăрать. А.Алга, 1961, 81 с. Хăватлă сасă, вар тăрăх кĕрлесе кайса, ахрăм пулса çаврăнчĕ. Г.Луч, 1980, 55 с. Çырма тăрăх, такам хăваланăн, ахрăм тарчĕ хăруш вырăнтан. Т-ш, 25.09. 1991, 3 с. Г.Айхи пек çырма тытăнаççĕ те — ахрăм пек саланса çухалаççĕ. Х-р, 13.02.2001, 4 с. — вăрман ахрăмĕ (Ю.Скворцов, 1978, 136 с.; В.Пехил, 1990, 23 с.); янравлă ахрăм (А.Воробьев, 1967, 59 с.); илемсĕр ахрăм (К-н, 1973, 6 /, 2 с.); тăлăх ахрăм, аташнă ахрăм (Н.Теветкел, 1982, 88 с., 101 с.); ăнкарми ахрăм (Г.Ирхи, 1991, 32 с.); сивĕ ахрăм (Л.Мартьянова //Я-в, 2000, 12 /, 46 с.); çунатлă ахрăм (А.Т.-Ыхра, 2001, 52 с.). 2. Куçăм. Палăрăм, йĕр, хӳрешке. Ывăл кĕтни... авалхи пурнăç ахрăмĕ мар-ши вăл. Г.Ефимов, 1984, 145 с. Абхазири вăрçă ахрăмĕ — Чăваш енре [Пуçелĕк]. Х-р, 3.08.1993, 1 с. Çак пулăмăн ахрăмĕ çĕршывра халĕ те лăпланман-ха. Х-р, 6.10.1998, 2 с. Çак таса мар ĕçĕн ахрăмĕ пирĕн тăрăха та килсе ян! каять. Т-ш, 1999, 44 /, 4 с. Иртсе кайнă ХХ ĕмĕр ахрăмĕсем паянхи кун та çухалман-ха. Т-ш, 2001, 36 /, 9 с. — чунри ахрăм (ХЧЛ, 1990, 16 с.); чун ахрăмĕ (Н.Ишен-тей, 1997, 52 с.); хаяр вăхăтсен ахрăмĕ (Ю.Артемьев, 1991, 148 с.); вăрçă ахрăмĕ (Х-р, 3.08.1993, 1 с.); аваллăх ахрăмĕ (Ç-т, 1999, 5—6 /, 48 с.); Афганистан ахрăмĕ (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.). — ВЧС, 1971, 460 с., 461 с., 889 с.

патнус

п.в. Сĕтел патне апат-çимĕç йăтса пымалли тата пушаннă чашăк-тирĕке леçмелли хатĕр; ывăс, поднос. Вăл, Мускаври чи чаплă ресторан официантки пек вăр-вар çаврăнса, хăй йăтса килнĕ патнусне сĕтел хĕррине лартрĕ. А.Талвир, 1979, 351 с. Ресторанра, ав, официантсем патнус çине вунă-вунпилĕк турилкке утлантараççĕ. К-н, 1986, 14 /, 8 с. Кăчăк туртсанах чупаççĕ патнуспа хупахçăсем. К.Бельман, 1999, 221 с. — пăхăр патнус (Я-в, 1967, 6 /, 21 с.); йывăç патнус (Х-р, 7.10.1998, 3 с.). — Ашмарин, IX, 134 с.

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

вар

гл. пытар. Çак çӳп-çапсене, хурт виллисене çĕр айне варас (пытарас) пулать … [Сергеев 1907:10].

кавле

чăмла. Вар-хырăмĕ пăсăлсан выльăх апат çиме пăрахать, ахаль тăнă чухне чăмласа (кавлесе) тăмасть, шыва нумай ĕçет, хырăмне çавăрăна-çавăрăна пăхать, хырăмĕ кӳпĕнет [Сельский 1910:30].

нӳнӳке

лăймакаллă. Пăхĕ малтан шупка, нӳнӳке (лăймакаллă) тухать, унтан вар витти ерет [Сельский 1910:30].

скарлатина

пыр чирĕ, пыр шыçса пӳрленсе тулса ларни. <…> cкарлатина чирĕ пырта пулать: пыр шыçса пӳрленсе тулса ларать; чирлĕ çын вĕриленсе выртать [Отец 1904:43]; Скарлатина (пыр чирĕ), хĕрлĕхен, дифтерит тиекен чир, юнлă вар витти, холера, Сибирь чирĕ – çак чирсем пурте куçа курăнман чунлă япаласенчен, йывăç-курăксенчен лексе сарăлаççĕ [Сборник 1903:145].

сула

талак. Пĕвĕрĕпе сула (талак) пысăкланса çитĕнет, пыршăсем тулса çитсе пысăкланаççĕ те, çавăнпа вара вар-хырăм шыçăнса сарăлса каять [Чума 1897:15].

тенкел

пукан. Чирлисем хăсса е вар виттипе варланă вырăнсене, урапа сĕтеле, тенкелсене (пукансене) стенасене ирĕлтернĕ сулема сапса пир татăкĕпе летăтхăн шăлас-тасатас пулать … [Халер 1908:10].

уй

хир. Ĕне чирленине пĕлсенех ăна карташĕнчен пĕртте кăларас пулмасть, Вите пулсан хăйне анчах витене хупса хурас пулать е уйри (хирти) картана кайса хупас пулать [Исаков 1882:5]; Эпĕ вăр-вар чӳрече виттĕр кантур çуртне каялла кĕрсе карăм та тепĕр еннелле туха уялла (хирелле) чупрăм [Комиссаров 1918:10].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

кукăркут

(кут тĕкен) овод — oestrus [шăна йăхĕнчи паразит кăпшанкă]; вар кукăркучĕ желудочный овод — gasterophilus intestinalis [выльăхсен вар-хырăмĕнче паразитла пурăнакан хурт]; вакăр кукăркучĕ бычий овод — hypoderma bovis [мăйракаллă выльăхсен ăш-чиккинче паразитла пурăнакан хурт]

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Варпикке

яз. и. ж. Рысайк., Н. Карм. (Ашм. Сл. V, 177): Вар (< варлă "приветливый, добрый, сердечный") + пикке < тюрк. ж. и. Бике "госпожа" (ГАФ. ИИ, 135).

Варпинес

яз. и. ж. Т.-И.-Шем. (Ашм. Сл. V, 177): Вар (< варлă "приветливый, добрый, сердечный") + пинес (?).

Вартилет

яз. и. ж. Иревли, Рысайк., Ялюха М. Ст. Сурк. (Ашм. Сл. V, 177): Вар (< варлă "приветливый, добрый, сердечный") + -тилет (?).

Ильавар

яз. и. м. Рекеев (Ашм. Сл. III, 114): Иля + -вар. См. Иля, Илли. р

Пинĕр

по-видимому, я. и. Отсюда: Пинĕр-вар, назв, оврага в д. Верхних Мочар. Якейк. (Ашм, Сл. IX, 217).

Çавăн пекех пăхăр:

Ваньчук тӳпи Ванюркка Ванюшке вапити « вар » вар анни вар кукăр вар кӳппи вар пăсакан ăста вар посни

вар
Пуплев пайĕ
Япала ячĕ
 
Фонетика
3 саспалли
 
Хытă сăмах
 
Чĕлхе
Чăвашла
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150