акăш
лебединый, лебяжий
шурă акăш — белый лебедь
акăш кӳлли — лебединое озеро
акăш мамăкĕ — лебяжий пух
акăш утти — перен. лебединая походка
анат
низовой
анат ен — низовье
анат енĕпе — низом
анаталла — книзу, вниз
анат тăрăхра çӳрерĕм — я объездил деревни в низовьях
анатран хăпарать шурă пăрахут — фольк. снизу плывет белый пароход
аçам
азям, чапан (вид одежды)
старик хура аçам тăхăннă — старик одет в черный чапан
базальт
базальт (хура хытă чул)
батон
1.
батон (тăрăхла шурă çăкăр, кулач)
вăлча
икряной
пулă вăлчи — рыбья икра
шапа вăлчи — лягушачья икра
хĕрлĕ вăлча — красная икра
хура вăлча — черная икра
вăлча пĕрчи — икринка
вăлча сап — метать икру, нереститься
вăлча сапнă вырăн — нерестилище
аçа вăлчи, сĕт вăлча — молоки
осетр вăлчи — осетровая икра
вăрман
лесной
лесо-
вĕтĕ вăрман — мелколесье
вĕтлĕх вăрман — мелколесье
лартнă вăрман — лесопосадки
пĕчĕк вăрман — перелесок
сĕм вăрман — глухой, дремучий лес
усрав вăрман — заповедный лес
хунав вăрман — поросль
хура вăрман — лиственный лес, чернолесье
хыр вăрманĕ — сосновый лес
хыр-чăрăш вăрманĕ — 1) бор 2) краснолесье
чăрăш вăрманĕ — ельник
чăтлăх вăрман — лесные дебри, пуща, чаща
вăрман ăсти — лесовод
вăрман вăрри — 1) порубка леса 2) порубщик
вăрман енчисем — лесовики разг., население лесной местности
вăрман ĕçĕ — 1) лесоводство 2) лесной промысел
вăрман ĕçлекен иднустри — лесоперерабатывающая промышленность
вăрман касакан — лесоруб
вăрман кати — опушка леса
вăрман хĕрри — опушка леса
вăрман кăларни — вывоз, вывозка леса
вăрман питомникĕ — лесопитомник
вăрман пушарĕ — лесной пожар
вăрман тăпри — подзол, подзолистая почва
вăрман уçлăхĕ — лесная поляна
вăрман уçланки — лесная поляна
вăрман хатĕрлĕвĕ — лесозаготовки
вăрман хуçалăхĕ — лесное хозяйство
Вăрман — çур тăлăп. — посл. Лес почти заменяет тулуп.
Вăрман пек пуянни çук, уй пек асли çук. — посл. Нет ничего богаче леса, нет ничего просторнее поля.
вĕрене
кленовый
вĕрене çулçи — кленовый лист
вĕрене пуртă аври — кленовое топорище
мерам, касрăм вĕрене, турам, турам пĕрене, лартрăм, лартрăм шурă пӳрт — фольк. нарубил я кленочков, натесал бревен и построил белую избу
вит
1.
крыть, покрывать
тимĕр витнĕ пӳрт — крытая железом изба
витмелли тимĕр — кровельное железо
эмаль витнĕ савăт-сапа — эмалированная посуда
витнĕ йĕтем — крытый ток
тавралăха шурă юр витсе хучĕ — все вокруг покрылось белым снегом
витсе пĕтер — закончить крыть
витсе тух — закончить крыть
витсе çавăр — покрыть со всех сторон
вулă
1.
ствол
йывăç вулли — ствол дерева
шурă вулăллă хурăн— белоствольная береза
гварди
гвардейский
хĕрлĕ гварди — ист. красная гвардия
шурă гварди — ист. белая гвардия
çамрăк гварди — молодая гвардия
гварди чаçĕ — гвардейская часть
графит
графит (çемçе хура чул)
жасмин
жасмин (ырă шăршăллă шурă чечеклĕ тĕм)
зона
зональный
кану хутлăхĕ — зона отдыха
оккупаци тăрăхĕ — оккупационная зона
хула çумĕнчи тăрăхĕ — пригородная зона
хура тăпраллă мар тăрăхĕ — нечерноземная зона
тăрăх хакĕсем — зональные цены
йăван
5.
катиться
ползти, медленно двигаться
хумсем çыраналла йăванаççĕ — волны накатываются на берег
тӳпере хура пăлĕтсем йăванаççĕ — по небу ползут темные тучи
йăлкăн
блестящий, сверкающий, çияющий
йăлкăн хура куç — черные с блеском глаза
йăмăх
I.
1.
густой, яркий, сочный
густо-, ярко- (об интенсивности цвета)
йăмăх кăвак — синий-синий; ярко-синий
йăмăх хĕрлĕ — густо-красный
йăмăх хура — глянцево-черный
йăм-йăм
блестящий, глянцевитый, лоснящийся
йăм-йăм хура лаша — вороной конь с лоснящейся шерстью
йăрăмлат
наносить полосы
шурă çине хĕрлĕпе йăрăмлат — наносить на белую поверхность красные полосы
йăрăмлă
полосатый, в полоску
йăрăмлă анис — полосатый анис (сорт яблок)
йăрăмлă хура костюм — черный в полоску костюм
йăрăмлă халат — полосатый халат
йăрпăк
2.
тесьма, тесемка, лента, ленточка
шурă йăрпăк — белая тесемка
йĕпкĕн
сочный, густой
густо- (при обозначении цвета)
йĕпкĕн кăвак — густо-синий
йĕпкĕн хĕрлĕ — пунцово-красный
йĕпкĕн хура — совершенно черный, иссиня-черный
йĕрĕн
2.
пренебрегать, гнушаться
йĕрĕнсе калаç — говорить в пренебрежительном тоне
йĕрĕнсе пăх — смотреть с презрением
хура ĕçрен йĕрĕн — гнушаться черной работы
кайăк
4. диал.
чаще в сочет. со словом шурă, шур
заяц
заячий
кайран-малтан
потом, после, впоследствии
кайран-малтан ун çинчен ним сас-хура та пулмарĕ — впоследствии о нем не было никаких вестей
каолин
каолин (паха йышши шурă тăм)
кара
хура кара — слепота
карав
занавес, занавеска, штора
чӳрече каравĕ — оконная занавеска
карав кар — задернуть занавеску
◊
шурă карав — бельмо
каракуль
каракулевый
хура каракуль — черный каракуль
каракуль сурăх — каракульская овца
каракуль çĕлĕк — каракулевая шапка
каракуль тир — каракулевый мех, каракуль
карас
карасий, карасевый
çутă карас — карась серебряный
карас кӳлли — озеро, в котором водятся караси
◊
хура карас — линь
карнис
карниз
кăмака карнисĕ — карниз печки
пӳрт карнисĕ — карниз избы
карнис кăлар — выложить карниз
хура чĕкеç чĕппи пулăттăм, карнис çине ларса юрлăттăм — фольк. я бы стала маленькой ласточкой и щебетала, усевшись на карниз дома
карта-хура
1.
изгородь, ограда
карта-хура ишĕлсе аннă — ограда развалилась
карта-хура
2.
постройки для скота, скотный двор
карта-хура тулли выльăх-чĕрлĕх — на дворе полно скота
катмарлан
1.
становиться громадным, массивным
хура пĕлĕтсем катмарланчĕç — тучи надвинулись темной массой
кăвакал
утиный
кăвакал ами — утка
ама кăвакал — утка
кăвакал аçи — селезень
аçа кăвакал — селезень
кайăк кăвакал — дикая утка
кукша кăвакал — лысуха (порода уток)
шурă кăвакал — пекинская утка
кăвакал ашĕ — утятина
кăвакал çăмарти — утиное яйцо
кăвакал чĕппи — утенок
пĕр пуслăх кăвакал — утиный выводок
Кăвакал çиме кай та хурна янтăла, теççĕ. — посл. Идешь есть утку, готовь гуся. (соотв. Долг платежом красен).
Аптранă кăвакал кутăн чăмнă, тет. — посл. Растерявшаяся утка задом ныряет.
кăлкан
ковыльный
кăлкан пек шурă — белый как ковыль
кăмпа
грибной
ăвăс кăмпи — подосиновик
ăвă кăмпи — древесный гриб, трутовик
йывăç кăмпи — древесный гриб, трутовик
кăтра кăмпа, ака кăмпи — сморчок
масла кăмпа — масленок
сар кăмпа — лисичка
сăвăр кăмпи — дождевик
сыр кăмпи — дождевик
çерем кăмпи — опенок луговой
карта кăмпи — опенок луговой
çерем кăмпи — шампиньон
тислĕк кăмпи — навозник, поганка
тунката кăмпи — опенок
хурăн кăмпи — подберезовик
хыр кăмпи — волнушка
шăна кăмпи — мухомор
шурă кăмпа — боровик, белый гриб
яка кăмпа — сыроежка
майра кăмпи — сыроежка
кăмпа аври — ножка гриба
кăмпа туни — ножка гриба
кăмпа шлепки — шляпка гриба
кăмпа тымарĕ — мицелий, грибница
кăмпа яшки — грибной суп
кăмпа çумăрĕ çăвать — идет грибной дождь
кăрăç
груздь
тип кăрăç — подгруздок белый
хыт кăраç — подгруздок белый
хура кăрăç — груздь черный, чернушка
хурăн кăрăçĕ — волнушка розовая
хыр кăрăçĕ, хĕрлĕ кăрăç — рыжик сосновый
шурă кăрăç — груздь настоящий
кăрăç йӳçĕт — солйть грузди
кĕпе-йĕм
собир.
белье
кĕпе-йĕм типĕтмелли кантра — бельевая веревка
пĕрре улăштармалăх кĕпе-йĕм — (одна) смена белья
хура кĕпе-йĕм — грязное белье
кĕпе-йĕме тăхăнса хурат — заносить белье
кĕр
осенью
хура кĕр — поздняя осень
кĕр кунĕсем — осенние дни
кĕр мăнтăрĕ — осеннее изобилие
кĕр çанталăкĕ — осенняя погода
кăçал кĕр ир килчĕ — в этом году осень наступила рано
кикак, кикак хур кайăк, çур килет те кĕр каять — фольк. звонкоголосые дикие гуси весною прилетают, а осенью улетают
кĕркуннеччен
до осени
хура кĕркуннечченех — до глубокой осени
кикен
чемеричный
хура кикен — черная чемерица
кикен курăкĕ — белая чемерица
кикен тымарĕ — чемеричный корень
кирпĕч
кирпичный
вĕрине тӳсĕмлĕ кирпĕч — жароупорный кирпич
силикат кирпĕч — силикатный кирпич
шурă кирпĕч — силикатный кирпич
çур кирпĕч — кирпич-половняк
хăвăл кирпĕч —пустотелый кирпич
чĕрĕ кирпĕч — необожженный кирпич, кирпич-сырец
кирпĕч савăчĕ — кирпичный завод
кирпĕч производстви — кирпичное производство
кирпĕч сарайĕ — сарай для сушки кирпича
кирпĕч урай — кирпичный пол
кирпĕч тĕслĕ — кирпичного цвета
кирпĕч калăпла — формовать кирпич
кирпĕч купала — вести кладку
кирпĕч хĕртни — обжиг кирпича
кирпĕче ытлашши хĕртсе яр — пережечь кирпич
кишмиш
кишмиш (вăрасăр иçĕм çырли)
шурă кишмиш — белый кишмиш
клевер
клеверный
нумай çул ӳсекен клевер — многолетний клевер
улăх клеверĕ — луговой клевер, трилистник
шурă клевер — луговой клевер, трилистник
клевер ути — клеверное сено
клевер уйĕ — клеверище
кобра
кобра (наркăмăшлă çĕлен)
хура кобра — черная кобра
кофе
кофейный
ăшаланă кофе — жареный кофе
хура кофе — черный кофе
ирĕлекен кофе — растворимый кофе
кофе арманĕ — кофейная мельница
кофе савăчĕ — кофейница, коробка для кофе
кофе тĕслĕ — кофейный, кофейного цвета
кофе авăрт — молоть кофе
креп
креповый
хура креп — черный креп
креп кĕпе — креповое платье
кули
II.
кули (Азири хăшпĕр патшалăхенче — хура ĕçри рабочи)
купăста
капустный
брюссель купăсти — брюссельская капуста
ир пулакаи купăста — ранняя капуста
йӳçĕтнĕ купăста — квашеная, кислая капуста
пуçлă купăста — кочанная, вилковая капуста
чечеклĕ купăста — цветная капуста
шурă купăста — белокочанная капуста
купăста йăранĕ — капустная грядка
купăста калчи — капустная рассада
купăста пуçĕ — кочан капусты
купăста шурин — капустный рассол
купăста йӳçнĕ — капуста заквасилась
купăста ту — шинковать капусту
◊
качакана купăста картине яр — пустить козла в огород
курак
грачиный
хура курак — грач
курак йăви — грачиное гнездо
Ир тăракан курак тулă пĕрчи тупнă. — посл. Рано поднявшийся грач нашел пшеничное зерно. (соотв. Ранняя птица нос очищает, а поздняя глаза продирает).
куçлăх
1.
очки
ванчăк куçлăх — разбитые очки
хура куçлăх — темные очки
хӳтĕлекен куçлăх — защитные очки
куçлăх кĕленчи — стекла для очков
куçлăх харши — оправа для очков
куçлăх витĕр пăх — смотреть сквозь очки
куçлăх тарлать— очки запотевают
куçлăха ватса пăрахнă — очки разбиты
куçлăхпа çӳре — ходить в очках
кутăн
упрямо, капризно, строптиво
вăл йĕркесĕр кутăн — он донельзя упрям
кутăна пер —
1) упрямиться
кутăна персе ан лар! — не упрямься!
2) симулировать, притворяться
прикидываться (напр. больным) разг.
Кутăн йысна шурă кĕпе тăхăннă, янаххи айĕ маччана тивет. (Кăмака).
— загадка Упрямый зятек надел белую рубашку с воротником до потолка. (Печка).
красная
сморбдина
хура красная черная сморбдина
красная сапаки кисть смородины
красная шывĕ смородиновый сок
лейкоцит
физиол.
лейкоцит (юнри шурă тĕве)
лили
бот.
лилия
шурă лили — белая лилия
шыв лилийĕ — водяная лилия
лимузин
лимузин (шалтан пӳлнĕ çăмăл автомобиль)
хура лимузин — черный лимузин
маги
магия (асам, тухату)
хура маги — черная магия
мăйлă
1.
с какой-л. шеей,
имеющий какую-л. шею
тăрна мăйлă çын — человек с длинной шеей (букв. с шеей как у журавля)
шурă мăйлă юс — белошеий горностай
мăнтăр
3.
пышный
мăнтăр шурă пĕлĕтсем — белые кучевые облака
мăян
лебеда
йăлтăркка мăян — лебеда лоснящаяся
хĕрлĕ мăян — щирица
хура мăян — петуший гребень
мăян вăрри — семена лебеды
мăян çăкăрĕ — хлеб, испеченный с добавлением лебеды
анкартине мăян пусса илнĕ — гумно заросло лебедой
металл
металлический
йывăр металл — тяжелый металл
паха металл — благородный металл
сайра тĕл пулакан металсем — редкие металлы
тĕслĕ металсем — цветные металлы
хура металл — черный металл
металл конструкци — металлическая конструкция
металл савăт-сапа — металлическая посуда
металл тутăхни — коррозия металлов
металл касакан станок — металлорежущий станок
металпа ĕçлекен токарь — токарь по металлу
металлурги
металлургический
тĕслĕ металлурги — цветная металлургия
хура металлурги — черная металлургия
металлурги комбиначĕ — металлургический комбинат
мрамор
мраморный
шурă мрамор — белый мрамор
мрамор колонна — мраморная колонна
мрамор тĕслĕ ту — отделать под мрамор
мулат
мулат (шурă ӳтлĕ тата хура ӳтлĕ арпа арăмран çуралнă çын)
мунча
банный
хура мунча — курная баня, баня по-черному
шурă мунча — баня по-белому
мунча кунĕ — банный день
мунча лапки — полок
мунча умĕ — предбанник
мунча чулĕ — камни на каменке в бане
мунча кĕр — мыться в бане
мунча пулнă — баня протопилась
мунча хут — топить баню
мунчи тутлă пултăр! — желаю легкого пара!
мунчи тутлă пулчĕ-и? — с легким паром!
◊
тип мунча кĕрт — задать баню, побить
мускат
3.
мускат (эрех)
шупка хĕрлĕ мускат — розовый мускат
шурă мускат — белый мускат
налив
шурă налив — белый налив (панулми сорчĕ)
нефрит
I.
нефрит (симĕс-шурă хитрĕ минерал)
нефрит
нефритовый
шурă нефрит — белый нефрит
нефрит ваза — нефритовая ваза
нехек
напрасный, необоснованный, клеветнический
нехек сас-хура — клеветнические слухи
ăна нехек тиврĕ — на него возвели поклеп, его оклеветали
никель
никель (шурă металл)
пайтахчен
долго, долгое, продолжительное время
пайтахчен калаçса лартăмăр — мы долго беседовали
ун çинчен пайтахчен нимле сас-хура та пулман — долгое время о нем ничего не было слышно
пантера
зоол.
пантера
хура пантера — черная пантера
пантера тирĕ — шкура пантеры
пар
II.
пара
пар лаша — пара лошадей
хура пĕкĕ кăмăлне пĕр пар шăнкрав çакрăмăр — фольк. мы подвесили к черной дуге пару колокольцев
кӳлсен кӳл лашуна паррипе, пар лашана пушă кирлĕ мар — фольк. коли запрягать, то лучше парой, паре коней не нужно кнута
хам парпа килтĕм — шутл. прибыл на своих (на) двоих
пат-пат
1.
пятнистый, крапчатый, с пятнами, с крапинами, с крапинками
шурă, пат-пат хура йытă — белая собака с черными крапинами
паттăррăн
героически, доблестно, храбро, отважно, мужественно
хăвăн çĕршывшăн паттăррăн çапăç — героически сражаться за родину
вăл хăйне паттăррăн тыткалать — он ведет себя мужественно
хĕн-хура паттăррăн тӳс — мужественно переносить невзгоды
пăнчă
1.
пятно, крапина, крапинка
йытă çурăмĕ çинче хура пăнчă пур — на спине у собаки есть черное пятно
пăрăç
перечный, перцевый
пылак пăрăç — сладкий пĕрец
хĕрлĕ пăрăç — красный перец (молотый и стручковый)
хура пăрăç — черный перец
хутаçлă пăрăç — стручковый перец
пăрăç савăчĕ — перечница
пăрăç хутаççи — стручок перца
яшка çине пăрăç яр — поперчить суп
пăру
телячий
пушмак пăру — телка по второму году
чĕчĕ пăрăвĕ — теленок-сосун, теленок по первому году
пăру ашĕ — телятина
пăру вити — телятник (помещение)
пăру пăхакан — телятница
ĕне виçĕ пăру амăшĕ пулнă — корова телилась трижды
Шурă картара хĕрлĕ пăру. (Чĕлхе). — загадка За белой оградой красный теленок. (Язык).
пăт
2.
с пятнышком, точкой
пăт шурă путек — ягненок с белым пятнышком
питçăмарти пăт путнă — на щеке образовалась ямочка
пăч
I.
пятно, крапина, крапинка
пăч шурă кайăк — птица с белым пятном
пăч-пăч — в крапинку, пятнистый
ача пичĕ пăч-пăч хĕрелнĕ — лицо ребенка покрылось сыпью
пĕкече
1.
дужка
алка пĕкечи — дужка сережки
атма пĕкечи — поперечная дужка наметки
сăпка пĕкечи — дужка люльки (подвесной)
Хура такан пĕр пĕкече. (Хуран). — загадка У черного барана одна дужка. (Котел).
пĕркенчĕк
3. поэт.
покров, наряд
уйсен симĕс пĕркенчĕкĕ — зеленый наряд полей
çĕр çине хура пĕркенчĕк анчĕ — на землю опустился ночной покров
пилеш
рябиновый
хĕрлĕ пилеш — красная рябина
хура пилеш — черноплодная рябина
пилеш йывăçĕ — рябина (дерево)
пилеш çырли — рябина (ягода)
пилеш сăпаки — кисть рябины
пилеш эрехĕ — рябиновая наливка
пилеш патне çул турăм, йывăçĕшĕн мар, пилешĕшĕн — фольк. проторила я тропку к рябине, не ради дерева, а ради ягод
писев
1.
краска, помада, румяна
хĕрлĕ писев — румяна
шурă писев — белила
писев туталлă хĕр — девушка с накрашенными губами
пите писев (писевпе) сĕр — мазать лицо румянами
плис
плисовый
хура плис — черный плис
плис шăлавар — плисовые штаны
позитив
фото
позитив (тĕттĕм вырăнсене хура, çутă вырăнсене шурă кăтартакан ӳкерчĕк)
портфель
портфельный
сăран портфель — кожаный портфель
хура портфель — черный портфель
портфель çăри — портфельный замок
провокациллĕ
провокационный
провокациллĕ ĕç — провокационный акт
провокациллĕ сас-хура — провокационные слухи
пудель
пудель (йытă ăрачĕ)
шурă пудель — белый пудель
пусă
полевой
кĕрхи тырă пусси — озимый клин
çуртри пуси — яровое поле
ыраш пусси — ржаное поле
хура пусă, çĕртме пусси — земля под паром, паровое поле
пусă çаврăнăшĕ — севооборот
пушкар
шпулечный
пуша пушкарсем — пустые шпульки
шурă пушкар — шпулька с белой ниткой
пушкар çиппи — шпулечные нитки
пӳрт
изба, дом
пĕчĕк пӳрт — избушка
ултă кĕтеслĕ пӳрт — пятистенный дом
сивĕ пӳрт — нетопленная, холодная изба
çĕнĕ пӳрт — новый дом
хура пӳрт — курная изба, изба по-черному
шурă пӳрт — изба по-белому
пӳрт ăшчикки — внутреннее убранство дома
пӳрт вырăнĕ —
1) участок для дома
2) избище, место, где была изба
пӳрт кашти — матица
пӳрт маччи — потолок избы, подволока
пӳрт никĕсĕ — фундамент избы
пӳрт пури — сруб для избы
пӳрт пуçĕ — фронтон
пӳрт таврашĕнче тыткаламалли япаласем — предметы домашнего обихода
пӳрт тăрри — крыша избы
пӳрт тӳпи — 1) крыша избы 2) потолок избы, подволока
пӳрте кĕр — войти в дом
пӳртре лар — сидеть дома, домоседничать
пӳрт ларт — ставить дом
пӳрт хăпарт — ставить сруб избы на мох
унăн пӳртчĕ çĕнĕ-ха — у него дом еще новый
пӳрт тулли халăх — народу полон дом
вĕсем ашшĕн пӳртĕнче пурăнаççĕ — они живут в отцовском доме
Пӳрт çумĕнче пĕрмен кукăль выртать. (Хăлха). — загадка Возле избы лежит незащипанный пирог. (Ухо).
пӳс
миткалевый
шурă пӳс — белый миткаль
пӳс кĕпе — миткалевая рубашка
пӳс чаршав — миткалевый занавес
саван
саван (вилнĕ çынна пытармалли шурă тум)
сапарпи
диал.
полынь
хура сапарпи — чернобыльник
сар
7.
распространять, доводить до масс
хаçат-журнал сарни — распространение периодической печати
пĕлӳ саракан общество — общество по распространению знаний
сас-хура сарса çӳре — распускать слухи
сарă
желтый
сарă кăранташ — желтый карандаш
сарă кĕрĕк — шуба желтой дубки
сарă пурçăн кĕпе — платье из желтого шелка
сарăрах шурă — желтоватый, изжелта-белый
сарă хăмла çырли — желтый сорт малины
сĕтел çинчи сарă сăри тинĕс енчи эрех пек — фольк. янтарное пиво на столе — что заморское вино
сарăл
7.
распространяться, разноситься
сас-хура сарăлчĕ — распространились слухи
чечексенчен ырă шăршă сарăлать — от цветов идет аромат
сас-хура
собир.
1.
звуки, голоса
пĕр сас-хура та çук — не слышно ни звука
пӳртре сас-хура шăпланчĕ — в доме стихли голоса
сас-хура
2.
слух и слухи, молва, толки
тĕрлĕ сас-хура çӳрет — ходят разные слухи
вăл сас-хура пирĕн пата та çитрĕ — эти толки дошли и до нас
унран ним сас-хура çук — от него нет ни слуху ни духу
сас-хура
3.
скандал, перебранка, шум
сас-хура кăлар — поднять шум
вĕсен килте ялан сас-хура — у них дома вечно скандалы
сас-хыпар
то же, что сас-хура 2.
сăмса
2.
клюв
кăвакал сăмси — клюв утки
Ир тăракан кайăкăн сăмси шурă. — посл. Ранняя птичка нос очищает, а поздняя — глаза продирает (букв. У рано проснувшейся птицы клюв чистый).
сăн
4.
цвет
оттенок
симĕс сăнлă пусма — материя с зеленоватым оттенком
хура сăнлă— темного цвета, темноватый
питне хĕрлĕ сăн кĕчĕ —у нее на щеках появился румянец
кĕпен сăнĕ кайнă — рубашка потеряла цвет, полиняла
сăран
кожаный
кожевенный
çын хайланă сăран — искусственная кожа
сысна сăранĕ — свиная кожа
çемçе сăран — замша, юфть
хура сăран перчетке — перчатки из черной кожи
сăран алса — кожаные рукавицы
сăран атă-пушмак — кожаная обувь
сăран завочĕ — кожевенный завод
сăран пальто — кожаное пальто
сăран ту — выделывать кожу
сăран тăвакан — кожевник
сăрă
III.
серый
çутă сăрă — светлосерый
хура сăрă — темно-серый
сăрă костюм — серый костюм
сăрă лаша — лошадь серой мăсти
Хĕлле шурă, çулла сăрă. (Мулкач). — загадка Зимой белый, а летом серый. (Заяц).
сăсар
куний
сăсар йăви — гайно, гнездо куницы
сăсар çĕлĕк — кунья шапка
хура вăрман хыçне юр çунă, унта хĕрлĕ сăсар йĕр хывнă — фольк. за темным бором намело снегу, там рыжая куница проложила след
сĕлхе
хура сĕлхе — дрозд-рябинник
сарă сĕлхе — диал. иволга
сик
1.
прыгать, скакать
çӳллĕшне сик — прыгать в высоту
тăршшĕне сик — прыгать в длину
шалчапа сикни — прыжок с шестом
хăрах уран сик — прыгать на одной ножке
сиксе ан — спрыгнуть
сиксе ил — подпрыгнуть, подскочить
сиксе каç —перепрыгнуть
сиксе хăпар — вскочить, вспрыгнуть (на что-л. высокое)
Хура хирте шурă мулкач сикет. (Хăмапа пурă). — загадка В черном поле скачет заяц-беляк. (Доска и мел).
Туй тесен, тукмак та сикне. — погов. Услышав о свадьбе, и чурбан подскочил с места.
символла
II.
символизировать
шурă кăвакарчăн мире символлать — белый голубь символизирует мир
симĕс
1.
зеленый
ешĕл симĕс — ярко-зеленый
тĕттĕм симĕс — темно-зеленый
хура симĕс — темно-зеленый
симĕс брезент — зеленый брезент
симĕс курăк — зеленая трава
симĕс тĕс — зеленый цвет
ĕмĕр симĕс йывăçсем — вечнозеленые деревья
вăрман симĕспе пĕркеннĕ — лес зазеленел, покрылся зеленью
сĕтеле симĕс пустав витнĕ — стол покрыт зеленым сукном
сирень
сиреневый
сирень çыххи — букет сирени
сирень тĕме — куст сирени
шурă сирень — белая сирень
сирень тĕслĕ пурçăн — шелк сиреневого цвета
сирĕл
4. перен.
рассеиваться, устраняться
шухăш сирĕлмерĕ — думы не покидают меня
сас-хура сирĕлчĕ — слухи рассеялись
ачан ыйхи сирĕлсе çитмен-ха — ребенок еще не отошел ото сна
Хĕр тунсăхĕ хĕвел тухсанах сирĕлет. — посл. Девичья грусть исчезает с восходом солнца.
скиф
I. ист.
скиф (пирĕн эрăччен темиçе ĕмĕр малтан Хура тинĕсрен çурçĕререх пурăннă йăх çынни)
слива
сливовый
хура слива — чернослив
слива йывăççи — слива, сливовое дерево
слива эрехĕ — сливянка
сукна
суконный
хура сукна — черное сукно
сукна карттус — суконный картуз
сурпан
I.
сурбан — женская головная повязка в форме узкого полотенца с вышитыми концами
сурпан анĕ — узкий холст (в ширину сурбана)
сурпан пире — холст на сурбан
сурпан пуçă — вышитый конец сурбана
сурпан вĕçĕ — вышитый конец сурбана
сурпан хĕрри — цветная кайма по краю сурбана
Уйра шурă сурпан выртать. (Сурбан).
— загадка В поле лежит болый сурбан. (Тропка).
сысна
свиной
ăратлă сысна — породистая свинья
кастарнă сысна — холощеный боров
хир сысни — кабан, дикая свинья
сысна ами свиноматка
сысна аçи — хряк, боров
сысна çури — поросенок
сысна ашĕ — свинина
сысна вити — свинарник
сысна пăхакан свинарь
сысна сали — свиное сало
сысна çăвĕ — 1) свиной жир (топленый) 2) свиное сало
сысна ферми — свиноферма
сысна самăртакан комплекс — свинооткормочный комплекс
сысна вĕт — палить тушу свиньи
Хура сысна тӳрчĕ шăтăк. (Лаç). — загадка У черной свиньи спина дырявая. (Летняя кухня).
така
бараний
барашковый
така ашĕ — баранье мясо, баранина
така какайĕ — баранье мясо, баранина
така мăйраки — бараний рог
така тирĕ — баранья шкура, овчина
така шӳрпи — похлебка со свежим бараньим ливером
Хура така шыва анать. (Кăкшăм). — загадка Черный баран спускается на водопой. (Кувшин).
тапăн
1.
нападать, совершать нападение, налет
Хурах яланах хура çĕрле тапăнать. — погов. Разбойник всегда нападает темной ночью.
тапта
4.
наследить, натоптать
урайне хура урапа тапта — наследить на полу грязными ногами
таракан
тараканий
хĕрлĕ таракан — рыжий таракан, прусак
хура таракан — черный таракан
тăк
I.
1.
лить, выливать, разливать, проливать
кăшт тăк — отлить (немного)
шыв тăк — лить воду
хура шыва тăк — вылить помои
юн тăк — перен. проливать кровь
тăла
суконный
кăвак тăла — серое сукно
хура тăла — черное сукно
тăла йĕм — суконные штаны
тăла сăхман — суконный кафтан
тăла пус — валять сукно
тăла терт — ткать сукно
тăпра
земляной, почвенный, грунтовой
йӳçек тăпра — кислая почва
йӳçĕ тăпра — кислая почва
кăпăшка тăпра — рыхлая почва, мягкий грунт
кĕллĕ тăпра, кĕл тăпри — подзол
кĕлленчĕк тăпрасем — подзолистые почвы
нӳрлĕ тăпра — влажная почва
пулăхлă тăпра — плодородная почва
çĕрĕк тăпри — перегной, гумус
тăмлă тăпра — глинистая почва, суглинок
хăйăрлă тăпра — песчаная почва, супесь
хура тăпра — чернозем
тăпра айĕнчи си — подпочвенный слой, подпочва
тăпра картти — с.-х. почвенная карта
тăпра тытăмĕ — структура почвы
тăпрари нӳрĕке тытса хăвар — задержать почвенную влагу
Типĕ тăпра урана çыпăçмасть. — посл. Сухая земля к ногам не пристает (т. е. к честному человеку клевета не пристанет).
Хуньăшĕпе кĕрӳшĕ— пĕр тăпра. — погов. Тесть с зятем заодно (букв. тесть и зять — одна почва).
Хут арчара хура тăпра. (Чей). — загадка В бумажном сундучке хранится чернозем. (Чай).
тăрăх
3.
территория, зона
округа
Атăл тăрăхе — 1) Поволжье 2) бассейн Волги
калаçу тăрăхĕ — лингв. территория говора
хура тăпраллă мар тăрăх — нечерноземная зона
пирĕн тăрăхра вăрман нумай — в нашей округе много лесов
тăхлан
оловянный
çутă тăхлан — олово
шурă тăхлан — олово
хура тăхлан — свинец
тăхлан руди —оловянная руда
тăхлан вит —лудить, покрывать оловом, полудой
тăхланпа шăратса çыпăçтар — запаять оловом
тăш
диал.
тучность, жирность
хура тăпра тăшĕ — жирность чернозема
тĕксĕм
тускло, темно, неярко, без блеска, без яркости
тĕксĕм кĕпе — темное платье
тĕксĕм куç — тусклые глаза
тĕксĕм кăвак — темно-синий
тĕксĕм хĕрлĕ — темно-красный, бордовый
тĕксĕм хура — 1) темно-серый 2) матово-черный
тĕксĕм шурă — светлосерый, дымчато-белый
уйăх тĕксĕм пăхать — луна светит слабо, неярко
тĕс
1.
цвет
кăвак тĕс — синий цвет; синева, синь
симĕс тĕс — зеленый цвет; зелень
хĕрлĕ тĕс — красный цвет; румянец
шурă тĕс — белый цвет; белизна
тĕс кай — линять
тĕс кайна гимнастерка — вылинявшая гимнастерка
тĕс çухат — выцветать
тутăра хĕвелпе шупка тĕс сапна — платок поблек от солнца
тикĕт
дегтярный
таса тикĕт — очищенный деготь
тикĕт савăчĕ — дегтярный завод
тикĕт юхтар — гнать деготь
тикĕт юхтаракан — дегтярник
çӳçĕ тикĕт пек хура — волосы у него как смоль (букв. как деготь)
тилĕ
лисий
ватă тилĕ — прям. и перен. старая лиса
хура тилĕ — чернобурая лиса
тилĕ йĕрĕ — лисий след
тилĕ шăтăкĕ — лисья нора
Йытăран тилĕ тăвас çук, шуйттан ырă пулас çук. — посл. Из лисы собаки не сделать, черту добрым не быть.
Хĕрлĕ тилĕ йăваланнă вырăнта çичĕ çулсăр курăк шăтмĕ. (Кăвайт вырăнĕ). — загадка Там, где повалялась рыжая лиса, семь лет трава не взойдет. (Кострище).
тирек
тополевый, тополиный
хура тирек — тополь черный, осокорь
тирек кăчки — тополевая почка
пирамидăлла тирек — пирамидальный тополь
тирек мамăкĕ — тополиный пух
титан
3. хим.
титан (шурă хытă металл)
тум
3. перен.
убор, убранство
покров
вăрманăн симĕс тумĕ — зеленый убор леса
çĕре шурă тум витнĕ — землю окутал белый покров (снега)
тумтирлĕ
2.
одетый во что-л.
шурă тумтирлĕ тухтăр — доктор в белом одеянии
юсав тумтирлĕ хĕр — нарядно одетая девушка
тутан
3. перен.
испытать (на себе), пережить
хура-шур тутанса кур — испытать невзгоды
тушь
тушь
хура тушь — черная тушь
тушьпе ӳкер — рисовать тушью
тырă
хлебный, зерновой
кĕрхи тырă — озимые (хлеба)
пучахлă тырăсем — колосовые культуры
тырă кĕлечĕсем — хлебные амбары, зернохранилища
тырă пусси — хлебное поле, хлеба
тырă тухăçлăхĕ — урожай хлеба
тырă авăрт — молоть хлеб
авăртман тырă — немолотое зерно
тырă выр — жать, убирать хлеб
тырă вырма тух — начать жатву, начать уборку хлеба
Ани шурă, тырăри хура. (Çыру). — загадка Поле белое, хлеба черные. (Письмо).
фасоль
фасолевый
шурă фасоль — белая фасоль
фасоль хутаççи — стручок фасоли
фасоль яшки — фасолевый суп
ферзь
ферзевый
шурă ферзь — белый ферзь
ферзь айăкĕ — ферзевый фланг
ферзьпе çӳрени — ход ферзем
флот
флотский
суту-илӳ флочĕ — торговый флот
тинĕс-çар флочĕ — военно-морской флот
Хура тинĕс флочĕ — черноморский флот
юханшыв флочĕ — речной флот
флот форми (тумĕ) — флотская форма
◊ сывлăш флочĕ — воздушный флот
фосфор
фосфорный
хĕрлĕ фосфор — красный фосфор
шурă фосфор — белый фосфор
фосфор кислоти — фосфорная кислота
шăмăра фосфор нумай — в костях содержится много фосфора
фотографи
2.
фотография (ӳкерчĕк)
тĕслĕ фотографи — цветная фотография
хура-шурă фотографи — черно-белая фотография
фрак
фрачный
хура фрак — черный фрак
фрак тӳми — фрачная пуговица
хăва
ивовый
вăрăм туратлă хăва — плакучая ива
сарă хăва — 1) ива прутовидная 2) ива пурпурная
тĕклĕ хăва — ива лохматая
тĕмлĕ хăва — тальник, тал
хĕрлĕ хăва — краснотал, верба красная
шурă хăва — белый тал
хăва кати — заросли ив, ракитник
хăва тĕми — ивовый куст
Хăвана çамрăк чух аваççĕ. — погов. Ивовые прутья гнут, пока они молоды. (соотв. Куй железо, пока горячо).
хăлăп
2.
дужка
витре хăлăпĕ — ведерная дужка
Хуран хăлăпĕ хура пулать. — посл. Дужке котла положено быть черной.
хăма
2.
доска, витрина
кăтарту хăми — доска показателей
пĕлтерӳ хăми — доска объявлений
хисеп хăми — доска почета
хура хăма — уст. черная доска
хăмла
◊
хăмла кайăкĕ — малиновка (птица)
хăмла çырли — малина
хура хăмла çырли — ежевика
хăрт
III. глаг.
1.
засушивать, высушивать, губить
вăрман хăрт — готовить подсеку
хăртакан хура çил — суховей
хирĕç-хура
возражения
пирĕн хирĕç-хура çук — у нас нет никаких возражений
хитре
мелодично, благозвучно
хитре сасă — мелодичный голос
Хура йăмăкăн юрри хитре. (Шăнкăрч). — загадка У смуглой сестрички, чудная песня. (Скворец).
хризантема
(хризантем)
хризантема (капăр чечек)
[грек. chrysantemon <— chrysos — ылтăн, тата anthemion — чечек]
шурă хризантем çыххи — букет белых хризантем
хупла
II.
1.
накрывать, покрывать, прикрывать чем-л.
каткана хăмапа хупла — накрыть кадку доской
Шурă пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ. (Юр). — загадка Белая скатерть всю землю одела. (Снег).
хуп-хура
совершенно черный, черный-пречерный
хуп-хура çӳç — иссиня-черные волосы
хур
2.
несчастье, горе, беда
бедствие
хур кур — попасть в беду
хура юл — 1) быть опозоренным 2) оказаться в беде
хура
черный
хура кĕпе — черное платье
хура куç — черные глаза
хура куçлă ача — черноглазый мальчик
хура пăрăç — черный перец
хура пусă — пар, паровое (букв. черное) поле
хура сăрă — черная краска
хура çĕртме — с.-х. черный пар
хура тăпра — чернозем
хура тăпраллă тăрăх — черноземная полоса, черноземье
хура тăпраллă мар тăрăх — нечерноземная полоса, нечерноземье
хура тир кĕрĕк — шуба черной дубки
хура ӳтлисем — чернокожие
хурисемпе выля — играть черными (в шахматах, в шашках)
шурă çине хурапа çырнă — черным по белому написано
хурапа пĕвет — окрасить в черный цвет (материю, пряжу)
хура хур — пришить черную кайму, обшить черным
хура тыт — пришить черную кайму, обшить черным
хура тар кăларса ĕçле — работать в поте лица (букв. до черного пота)
хура
2.
темный
темно-
хура вăрман — 1) темный лес 2) чернолесье, лиственный лес
хура-кăвак — темно-синий
хура-хĕрлĕ — тĕмно-красный, коричневый
хура çĕр — темная ночь
хура
3.
вороной (о масти лошади)
хура ут — вороной конь
хура турă — темно-гнедой, карий
хура турă ăиăр — темно-гнедой жеребец
хура
4.
смуглый
хура сăнлă — смуглолицый
хура хĕр ача — смуглая девочка
хура
грязный
хура кĕпе-йĕм — грязное белье
ачан пичĕ хура — лицо у ребенка грязное
çусан та хури кайман — грязь не отстиралась
чĕрне хури — грязь под ногтями
чĕрне хури чухлĕ те — ни капельки, нисколько
Ÿксе пĕве кайаймарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Çатма). — загадка Лежа я не выросла, и с лица грязь не сходит. (Сковорода).
хура
6.
курной, черный, топящийся по-черному
хура мунча — курная баня
хура пӳрт — курная изба
хура
7. перен.
горестный, горький
хура куççуль — горькие слезы
Хура хурлăха хура куççульпе çуса яраймăн. — посл. Черную печаль горькими слезами не смоешь.
хура
8. перен.
черный, преступный, злостный
реакции хура вăйĕсем — черные силы реакции
хура кавар — преступный сговор
хура
9. перен.
черный, мрачный
хура шухăшсем — мрачные мысли
хурав
4.
то же, что хура II.
хурăн
березовый
ама хурăн — береза с сережками
хурăн вăрманĕ — березняк
хурăн качки — сережки березы
хурăн хуппи — береста
хурăн шывĕ — березовый сок
хурăн сĕткенĕ — березовый сок
Хурăн хулли хумханать, хура хурт пуçтарăнать. (Шăпăрпа шăлни). — загадка Березовые ветки колышутся, черные жучки собираются. (Подметание метлой).
хыт-хура
1.
бурьян
пăрахнă пахчана хыт-хура пусса илнĕ — заброшенный огород зарос бурьяном
чат
разг.
1.
совершенно, совсем
чат хура — совершенно черный
калаçăва чат урăх еннелле пăрчĕ — он повел разговор совершенно в другую сторону
чăлт
совершенно, совсем
чăлт шурă совершенно — белый, белый-пребелый
çумăр чăлт та пулмарĕ — дождя совсем не было
чăт
4.
терпеть, переносить, претерпевать
кӳрентернине чăт — проглотить обиду
чăтса кур — испытать
вăл сахал мар хура-шур чăтса курнă — он испытал много горя, он хватил лиха
чăтса ирттер —
1) выдержать, преодолеть (напр. боль)
2) перенести, перетерпеть (напр. страдания)
хуйхăпа савăнăçа пĕрле чăтса ирттер — делить горе и радость
чул
каменный
акшар чулĕ — известняк
вак чул — щебень
яка чул — галька, булыжник
лаптак чул — плитняк
çĕпре чулĕ — галька, камень-голыш
нăх чулĕ — алька, камень-голыш
хăйăр чулĕ — песчаник
хăйра чулĕ — точильный брусок
шурă чул — бутовый камень
чул арманĕ — камнедробилка
чул карлăк — парапет
чул катăкĕ — обломок камня
чул сăмсахĕ — скала
чул çурт — каменный дом, каменное строение
чул тăвар — каменная соль
чул ту — каменная гора, утес
чул сăрт — каменная гора, утес
чул сăр — мостить
никĕсе чул яр — забутить фундамент, заложить каменный фундамент
Каçхи çул — кăкăр çинчи чул. — посл. Ночной путь — словно камень на груди.
чуп
7.
плыть (об облаках и т. п.)
тӳпере хура пĕлĕтсем чупаççĕ — по небу плывут темные тучи
шалаш
I.
внутренность, нутро, внутренняя часть
внутренняя сторона
Тулашĕ хĕрлĕ, шалашĕ шурă. (Хăмла çырли). — загадка Наружная часть — красная, а внутренняя — белая. (Малина).
шап-шурă
белым-бело
шап-шурă тутăр — беленький платочек
шатра
оспенный
хура шатра — черная оспа
шатра вакцини — противооспенная вакцина
шатра вакцинĕ — противооспенная вакцина
шатра кас — прививать оспу
шашка
4.
шашка (вылямалли çаврашка)
хура шашка — черная шашка
шашка дамкăна тухрĕ — шашка вышла в дамки
шăна
мушиный
вĕтĕ шăна — мелкая муха, мушка
симĕс шăна — мясная муха
хура шăна — муха комнатная
шăна карри — паутина
шăна кăмпи — мухомор
шăна çуначĕ — мушиные крылья
шăна хурчĕ — опарыш, личинка мухи
шăна вĕçсен те илтĕнмелле — слышно, как муха пролетит (очень тихо)
шур
II.
см. шурă
шурă
белый, светлый
белое
шăл шурри — белизна зубов
шăл шурри те уçмарĕ — он и рта не раскрыл
шурă акăш — белый лебедь
шурă калкан — белый ковыль
шурă кĕленче — матовое, молочное стекло
шурă кирпĕч — белый, силикатный кирпич
шурă мăк — белый мох, сфагнум
шурă мулкач — заяц-беляк
шурă пĕлĕтсем — белые облака
шурă сăрă — белила
шурă çăнăх — белая мука
шурă упа — белый медведь
шурă чарлан — белая цапля
шурă чуста — тесто из крупчатки
Тарăн варта шурă хăйăр анчах, çунă шурă юр пек. — фольк. В глубоком овраге светлый песок — что свеже-выпавший белый снег.
Шурă аппан шăлĕсем хура. (Хуртпуççи). — загадка У белолицей девушки зубы черные. (Раковина-ужовка с черными краями).
шурă
2.
седой, белый
сивый (о масти лошади)
шурă çӳçлĕ — 1) светловолосый, белобрысый 2) седоволосый, седой как лунь
шурă сухал — 1) седая борода 2) белобородый старец, аксакал
шурă
3. ист.
белый
бело-
шурă гварди — белая гвардия
шурă çар — белая армия
шурă эмигрант — белоэмигрант
шурă
4.
топящийся по-белому
шурă мунча — баня, топящаяся по-белому
шурă пӳрт — изба, топящаяся по-белому
шурă
5.
чистый, свежий, незагрязненный
шурă кĕпе-йĕм — чистое белье
ывăт
5. текст.
проткать основу нитками другого цвета
шурă çине хĕрлĕ ывăтса тухнă — белая основа проткана красными нитками
ылхан
проклятый
хура ылхан —тяжкое проклятие
ылхан сăмахĕсем — слова прокляти
эбонит
эбонит (злектротехникăра усă куракан хура çирĕп япала)
элчел
2.
судьба, доля, участь
хура элчел — горькая (букв. черная) судьба
эмигрант
эмигрантский
шурă эмигрантсем — белые эмигранты
эмигрантсен ушкăнĕсем — эмигрантские группы
эрех
водочный
шурă эрех — 1) белое вино 2) водка
пĕр черкке эрех — рюмка водки
эрĕм
полынный
хура эрĕм — полынь черная, чернобыльник
шурă эрĕм — полынь белая, полевая полынь
эрĕм шывĕ — полынный настой
юри
1.
намеренно, сознательно, умышленно, нарочно, специально
юри хыттăн кала — нарочно говорить громко
юри тенĕ пек — как нарочно
юри вĕсем патне кайса килтĕм — я специально сходил к ним
юри кайрăм вăрмана хура çырла пуçтарма — фольк. я пошел в лес специально собирать чернику
ялав
2. перен.
знамя
çĕнтерӳ ялавĕ — знамя победы
Хĕрлĕ ялав орденĕ — орден Красного знамени
ялав патакки — флагшток
шурă ялав çĕкле — поднять, выбросить белый флаг
ярăмлă
полосатый, в полоску
кăвак ярăмлă шурă пир — белый холст в синюю полоску
ӳт
кожаный
хĕрелсе кайнă ӳт — покрасневшая кожа
хĕрлĕ ӳтлисем — краснокожие
хура ӳтлисем — чернокожие, негры
хура ӳтли — ченокожий, негр
хура ӳтли — краснокожий
шурă ӳтлисем — белокожие, белые
ӳт илни — заживление раны
ӳт хывни — заживление раны
ӳтлĕ
3.
с какой-л. кожей
-кожий
кĕре ӳтлĕ — смуглый
хура ӳтлĕ çынсем — чернокожие
çакăн
1.
висеть
çакăнса тăр — висеть, свисать
маччаран лампа çакăнса тăрать — с потолка свисает лампа
Пӳрт айккинче хура çĕлен çакăнса тăрать. (Çивĕт). — загадка За домом висит черная змея. (Женская коса).
çамка
лобный
ансăр çамка — узкий лоб
çут çамка — лоб с залысинами
хушка çамка — лоб со звездочкой (у животных)
çамка çилхи — челка (у лошади)
çамка хăвăлĕ — лобные пазухи, полость лба
çамка шăмми — лобная кость
Çамки хура, чĕлхи хĕрлĕ. (Кăмака). — загадка Лоб черный, а язык красный. (Печь).
çăкăр
хлебный, хлебопекарный
хлебобулочный
килти çăкăр — домашний хлеб
çĕнĕ çăкăр — новый хлеб (из зерна нового урожая)
тулă çăкăрĕ — пшеничный хлеб
ыраш çăкăрĕ — ржаной хлеб
хура çăкăр — черный хлеб
шурă çăкăр — белый хлеб
çăкăр савăчĕ — хлебопекарный завод
çăкăр кăмаки — русская печь
çăкăр лавкки — хлебный магазин, булочная
çăкăр пĕçерекен — хлебопек
çăкăр сутакан организацисем — хлеботорговые организации
Çăкăртан аслă пулаймăн. — посл. Нет ничего главнее хлеба. (соотв. Хлеб — всему голова).
Çăкăр хырăм хыççăн çӳремест. — посл. Хлеб за брюхом не ходит.
çăнăх
мучной
пăрçа çăнăхĕ — гороховая мука
тинкĕле çăнăхĕ — толоконная, толокняная мука
тулă çăнăхĕ — пшеничная мука
шурă çăнăх — белая мука
ыраш çăнăхĕ — ржаная мука
яшкалăх çăнăх — мука из ярового хлеба
çăнăх али — сито
çăнăх миххи — мучной мешок
çăнăх çимĕçĕ — мучные изделия, мучное
çăнăх шывĕ — болтушка с мукой (для скота)
çăнăх авăрт — молоть муку
çăнăх авăртакан промышленность — мукомольная промышленность
çăнăх кăвакарнă — мука заплесневела
çăнăхпа варалан — запачкаться мукой
çăрха
1.
иноходец
çăрха лаша — иноходец
Икĕ турти тĕк тăрать, хура çăрхи çăрхалать. (Юханшыв). — загадка Две оглобли неподвижны, а черный иноходец между ними все бежит. (Река).
çеçкелен
1.
цвести, расцветать, распускаться
çĕмĕрт çеçкеленнĕ — черемуха расцвела
сад шап-шурă çеçкеленнĕ — сад весь в белом цвету
çĕлен
змеиный
наркăмăшлă çĕлен — ядовитая змея
хура çĕлен — гадюка
хурăн пуçлă — çĕлен уж
çĕлен ăйăрĕ — змея-самец
çĕлен йăви — змеиное гнездо
çĕлен наркăмăшĕ (сĕлеки) — змеиный яд
çĕлен сăнни — змеиное жало
çĕлен тирĕ (кепи) — змеиная шкура
çĕлен чĕлхи — 1) змеиный язычок 2) уст. наговор против змеиного укуса
ăна çĕлен сăхнă — его змея ужалила
çул çĕлен пек авкаланать — дорога вьется змейкой
Çĕлене çĕлен çимест. — посл. Змея змею не ест. (соотв. Ворон ворону глаз не выклюет).
Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр. — посл. У змей и ящериц один нрав (букв. язык).
çĕлен-хура
вороной
çĕлен-хура — лаша вороной конь
çĕмĕрт
черемуховый
çĕмĕрт йывăçĕ — черемуха (дерево)
çĕмĕрт çеçки — цветы черемухи
çĕмĕрт пек хура — черный, как черемуха, черный-пречерный
çĕмĕрт куçлă хĕр — девушка с глазами черными, как черемуха
çĕмĕрт çеçки çурăлчĕ — черемуха расцвела
Хырăмĕ — юман, кăвапи — çăка, пиçиххийĕ — çĕмĕрт. (Пичке). — загадка Живот дубовый, пуп липовый, а пояс черемуховый. (Бочка).
çĕр
земляной, почвенный, грунтовой
йӳçек çĕр — кислая почва
йӳçек çĕрсене извеçлени — известкование кислых почв
кăрачă çĕр — неплодородная земля
пулăхлă çĕр — плодородная почва
тăмлă çĕр — суглинок
хăйăрлă çĕр — супесь
хура çĕр — чернозем
çĕр айĕнчи пуянлăхсем — ископаемые богатства
çĕр айĕнчи шывсем — почвенные воды
çĕр дамба — земляная дамба
çĕр кĕпер — насыпь, дамба (через болото)
çĕр мунча — баня, вырытая в земле
çĕр сийĕ — пласт земли
çĕр тĕслĕ — землистого цвета
çĕр урай — земляной пол
çĕр ӳпле — землянка
çĕр хăвăлĕ — пещера, подземелье
çĕре сыхламалли ĕçсем — почвозащитные мероприятия
çĕре çемçет — 1) разрыхлять почву 2) удобрять землю
çĕр чавакан — землекоп
çĕр чавакан техника — землеройная техника
çĕр чĕтренни — землетрясение
çĕр чĕтреннĕ — произошло землетрясение
Хирте тимĕр чĕрнеллĕ асамçă çĕр чавать. (Акапуç). — загадка В поле роет землю волшебник с железными когтями. (Плуг).
çĕрле
ночью, в ночь
кĕçĕр çĕрле — нынешней ночью
сĕм çĕрле — глухой ночью
хура çĕрле — глухой ночью
çĕрлене юл — задержаться до ночи
çĕрле ĕçле — работать ночью
çĕрле пулчĕ — наступила ночь
çĕртме
паровой
акнă (йышăннă) çĕртме — занятый пар
таса çĕртме — чистый пар
хура çĕртме — черный пар
çĕртме пусси — паровое поле
çĕртме уйĕ — паровое поле
çивитти
2.
покрывало
скатерть
пурçăн çивитти — шелковое покрывало
сĕтел çивиттийĕ — скатерть
краватĕ шурă çивиттипе витнĕ — кровать покрыта белым покрывалом
çилхе
грива
арăслан çилхи — львиная грмва
ут çилхи — конская грива
çилхе çийĕ — загривок
çилхене çивĕтле — заплести гриву
хум çилхи — перен. гребешки волн, гривы волн
вăрăм çилхесем — ирон. попы (букв. долгогривые)
Уй-уй урлă хура çилхеллĕ ут кĕçенсе чупать. (Пуйăс). — загадка Через поля мчится со ржанием черногривый конь. (Поезд).
çимĕçлĕх
столовый, пищевой
çимĕçлĕх çĕрулми — столовый картофель
хура вăрманта хуркайăк — хурчăкана çимĕçлĕх — фольк. в черном лесу дикие гуси — это пища для ястреба
çирĕк
ольховый
хура çирĕк — ольха черная
шурă çирĕк — ольха серая, белая
çирĕк çулçи — ольховый лист
çирĕк хуппи хатĕрле — заготавливать ольховую кору
çуп
2.
бить, ударять
питрен çуп — ударить по лицу
çупсе яр — закатить пощечину
Хура аппа икĕ енчен çупать. (Лапатка). — загадка Чернявая тетка дает пощечины с обеих сторон. (Брусок для косы).
çӳç
1.
волос и волосы
кăтра çӳç — кудрявые волосы
сайра çӳç — редкие волосы
хулăн çӳç — густые волосы
шурă çӳç — седые волосы
çӳç кăтри — кудри, локоны
çӳç пайăрки — прядь волос
çӳç пĕрчи — волос, волосок
çӳç пĕрчи çинче тытăнса тăр — перен. висеть на волоске
çӳç çулĕ — пробор
çӳç туни — диал. коса
çӳç арпашнă — волосы спутались
çӳç кастар — постричься
çӳç илтер — постричься
çӳç кăтралат — завиваться
çӳç тура — причесываться
çӳç уç — расчесать волосы
çӳç шуралнă — волосы поседели
çӳçрен лăска — драть за волосы
Улпут майрин ылтăн çӳç. (Хĕвел çаврăнăш). — загадка У госпожи золотые волосы. (Подсолнух).
çӳçе
ивовый, тальниковын
ракитовый
кахăр çӳçе — плакучая ива
хĕрлĕ çӳçе — краснотал
шурă çӳçе — ива
çӳçе тĕмĕ — ракитовый куст
шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, çӳçе айĕнче çырла пиçет-ске — фольк. у речки растет ракита, а под ракитой зреют ягоды
çӳçлĕ
волосатый
с какими-л. волосами
хура çӳçлĕ çын — черноволосый человек, брюнет
çын
чужой
чей-то
пĕр çын —
1) один человек
пĕр çын кунта юлтăр пусть — один человек останется здесь
2) кто-то, некто
пĕр çын кунталла килет — кто-то идет сюда
çын арăмĕ — чужая жена
çын куçĕнчен пăх — смотреть кому-то в глаза (т. е. чувствовать зависимость от других)
çын çине шанма йывăр — трудно полагаться на других
çын сисиччен — пока никто не заметил
Çын аллипе кăвар турт. — погов. Чужими руками жар загребать.
Çын ăшчикки — хура вăрман. — посл. Чужая душа — темный лес.
çырла
ягодный
иçĕм çырли — виноград
йĕплĕ çырла — крыжовник
кăвак çырла — ежевика
çĕр çырли — клубника
хура çырла — черннка
хурăн çырли — земляника
чие çырли — вишня
шур çырли — 1) клюква 2) морошка
мăк çырли — 1) клюква 2) морошка
çырла пахчи — ягодник
çырла çеçки — листья ягодных растений
çырла шывĕ — ягодный сок
çырла пиçнĕ — ягоды созрели
çырла тат — рвать ягоды
çырлана кай — идти по ягоды
çĕмĕрт мĕншĕн кулянать? — çырли хура пулнăшăн — фольк. из-за чего горюет черемуха? — из-за того, что ягоды у нее черные
◊
çырла кайăкĕ — малиновка (птица)
йытă çырли — волчьи ягоды
кашкăр çырли — волчьи яоды
ăш
8.
душа, сердце
ăш вăркать — сердце ноет, на душе неспокойно
ăшăм çунать —1) у меня сильная жажда 2) душа моя горит
ăшĕ выртрĕ — 1) он насытился (наелся и напился) 2) ему полегчало; его душа успокоилась
санпа калаçсан ăш выртрĕ — после разговора с тобой у меня на душе стало легко
ăш пăтранать — 1) тошнит, тошно разг. 2) на душе неспокойно
унтан ăшăм писрĕ — я питаю к нему отвращение
ăш ырă марра сисет — сердце чувствует недоброе
хунхăпа ăш çурăлсах тухать — сердце готово разорваться от горя
ăш çунтармăш — причина переживаний
хура ăшлă этем — человек с черной душой
ăш çуннине пусар — успокоить душу
ăша ил — 1) вдохнуть в себя (при курении) 2) принимать близко к сердцу
ăша кайса тиврĕ — за сердце, за душу задело
ăша кĕр — 1) влезть в душу 2) запасть в память
çав кун ĕмĕрлĕхех ăша кĕрсе юлчĕ — на всю жизнь запомнился мне этот день
ăша пусар — успокоить душу
ăша çунтар — терзать душу
ăшра лăпкă мар — на душе неспокойно
ăшчик
5.
душа, сердце
ăшчик ĕм кӳтсе çитрĕ — я расстроился
ăшчик ĕм тулса çитрĕ —
1) у меня появилась тошнота
2) я рассердйлся
3) я разволновался
ăшчик çунса тухать — все внутри горит
ăшчикĕ пусар — успокоить душу
Чун савнине курмасан, ăшчик вăр-вăр çаврăнать —
— фольк.если не увижусь с милым, то у меня неспокойно на душе
Çын ăшчикки — хура вăрман. —
— посл. Чужая душа — дремучий лес. (соотв. Чужая душа — потемки).
ĕнчĕ
перламутровый
шурă ĕнчĕ — белый перламутр
ĕнчĕ тӳме — перламутровая пуговица
ĕнчĕне эрешле — 1) расшивать жемчугом 2) украшать, инкрустировать перламутром
тăм
3.
иней, изморозь
йăмра çине шап-шурă тăм ӳкнĕ — ветла белым-бела от инея
барс
барсовый
шурă парăс — белый барс
кăшман
◊
вĕтĕ кăшман — редис
йӳç кăшман — редька
сарă (шурă) кăшман — брюква
тутлă кăшман — брюква, столовая свекла
шурă
6.
бельмо
унăн куçне шурă илнĕ — у него на глазу бельмо
шурă
◊
куç шурри — белки глаз
çăмарта шурри — белок яйца
карттă çинчи шурă пăнчăсем — белые пятна на карте
шурă амак — мед. белая горячка
шурă армути — бот. полынь горькая
шурă вĕрене — явор
шурă кăмпа — боровик, белый гриб
шурă кăрăç — груздь, подгруздок
шурă ылтăн — 1) платина 2) белое золото, хлопок
шурă куçпа пăх — смотреть косо, недовольно (букв. смотреть белыми глазами)
хурапа шурра ан уйăр — не отличать черное от белого
хурапа шурра тӳс — хлебнуть лиха, испытать невзгод
шурă ялав çĕкле — выкинуть белый флаг, сдаться
хура
◊
куç хури — зрачок
хура кайăк — дрозд
хура кара — мед. темная вода (болезнь глаз)
хура кăмпа — чернушка (гриб)
хура кăрăç — черный груздь
хура кĕр — поздняя осень
хура пулă — линь
хура пуç — бот. рогоз
хура сарамак — диал. чахотка, туберкулез
хура сĕлĕ — бот. овсюг
хура çăкăр — черный хлеб
хура çĕлен — гадюка
хура çил — смерч
хура çырла — 1) черника 2) ежевика 3) ягоды паслена
хура тăм — сильные заморозки
хура тăхлан — свинец
хура тирек — осокорь
хура халăх — уст. черный люд, крестьяне
хура хырăм — подуст (рыба)
хура чир — проказа
хура ылтăн — черное золото (нефть)
хура
II. уст.
вес, авторитет, влиятельность
унăн халăх çинче хура витмест — он не имеет авторитета
полис
2.
полис (Авалхи Грецири патшалăх хула)
Хура Тинĕс хĕрринчи полиссем — полисы черноморского побережья
тĕрлĕ
◊
йен тĕрлĕ —
1) какие только
мĕн тĕрлĕ сас-хура пулмарĕ пулĕ — каких только слухов не было!
2) как, как только
мĕн тĕрлĕ тăрăшсан та ĕçе каçчен вĕçлеймерĕ — как (только) он ни старался, а работу до вечера не завершил
çав тĕрлĕ — до такой степени, в такой мере
вăл тĕрлĕ — до такой степени, в такой мере
тем тĕрлĕ — очень, весьма, чрезвычайно
тем тĕрлĕ çӳллĕ — очень высокий
сана тем тĕрлĕ ыйтрăм — я тебя очень просил, я тебя умолял
армути
◊
хура армути — бот. чернобыльник
хура-шурă
собир.
горе и невзгоды
хура-шурă тӳснĕ çын — человек, видавший много горя
хура-шур
то же, что хура-шурă
ай
5.
употр. в роли экспрессивной вставки в песнях:
ай чĕвĕл те чĕвĕл хура чĕкеç кĕр каять те çур килет — ой как черная ласточка-щебетунья улетает осенью и возвращается весной~~~~
хăмăр
2.
карий
хăмăр ăйăр — карий жеребец
хăмăр куç — карие глаза
хура хăмăр куç — темно-карие глаза
хăмăр çутă лаша — каурая лошадь
сĕлĕ
◊
хир сĕлли — овсяница
сĕлĕ ути — бот. овсяница
сĕлĕ тăрри — овсюг
хура сĕлĕ — овсюг
мулкач сĕлли — овсец, заячий овес
сĕлĕ кăмпи — рогатик (гриб)
сĕлĕ çыххи — уст. коралловый браслет
аллăм тулли сĕлĕ çыххи, аллăма йывăр килмĕ-ши? — фольк. на руках у меня коралловые браслеты, не придется ли тяжело от них рукам?
сĕлĕ кĕлти — коротышка, низкорослый человек (букв. сноп овса)
кушак
◊
кушак кайăкĕ — диал. мышь
кушак кĕпçи — диал. анис, тмин
кушак пăрçи — бот. просвирник
кушак хӳри — бот. тимофеевка
кушак пурнăçĕпе пурăн — бездельничать (букв. жить кошачьей жизнью)
кушакпа йытă пек пурăн — жить как кошка с собакой
вĕсем хушшипе хура кушак касса кайнă — между ними пробежала черная кошка
кушак ути — валериана
турă
II. (тур)
гнедой
турă лаша — гнедая лошадь
хура турă — карий (о масти лошадей)
тив
◊
ăна сăмах тиврĕ — ему сделали выговор
кирĕк тивнĕ — отсталый, закоснĕлый, заскорузлый
пуçа тиврĕ — я угорел
шăла тиврĕ — заломило зубы (напр. от холодной воды)
тут тивнĕ пит — веснушчатое лицо
хура тут тивнĕ — тронутый веснушками (о брюнете)
сарă тут тивнĕ— тронутый веснушками (о блондине)
тĕм
II. частица,
употр. для образования
превосходной степени прилагательных со значением интенсивности цвета:
тĕм хура йытă — черная-пречерная собака
тĕм хура куç — иссиня-черные глаза
юпа
◊
хура юпа — позорный столб
хĕвел юпи — луч солнца
мăйрака
◊
хура мăйрака, кача мăйраки — бот. цареградские стручки, рожки
мăйрака витĕм — анат. роговица, роговая оболочка (глаза)
чике мăйраки — кувырок
уй мăйраки — бот. живокость полевая
шуйттан мăйраки —
1) ракушка улитки
2) бран. черт, дьявол
шуйттан мăйракине кайса çухалчĕ! — черт знает куда он запропастился!
йăлттам
2.
блестящий, с блеском
йăлттам хура çӳç — черные с блеском волосы
магнези
хим.
магнезия (магни окиçĕ, шурă порошок)
магни
хим.
магний (çунакан çемçе шурă металл)
натри
хим.
натрий (çемçе шурă металл)
пăс
8.
разрезать (напр. пирог)
хура пăс — разрезать гуся на части
кардинал
◊
сăрă кардинал — серый кардинал
хура кардинал — черный кардинал
курак
◊
ула курак — ворона
шурă курак — белая ворона
курак сăмси — щипцы (для затягивания проволоки)
вăрман
лес
вăрман улпучĕ — лесничий
вăрман пăхакан; вăрман хуралçи – лесник
хура вăрман — черный лес
арçури, вăрманти — леший
вăрманлă —лесистый
вăрманпа суту-илӳ тăвакан — лесопромышленник
вăрмана лартса ӳстерекен — лесовод
вăрмана ытлашши касса пĕтерекен — лесогубитель
вĕтлĕх – мелкий лес
Хусанти вăрман ĕçне тума вĕрентекен аслă шкул — Казанский высший лесной институт
вăрман çук çĕр — безлесье
хырă вăрманĕ — бор
вĕр
II.
лаять
йытă вĕрет, çил илсе кайать — собака лает, ветер носит
вĕрни – лай
Хура йытти çакăнса тăрать, хĕрлĕ йытти ăнах вĕрет. — Черная собака висит, а рыжая на нее же лает. (загадка Кипение котла над жаром).
вĕрен
II. син.: хура карас
линь
йăм
полосатый
йăм-йăм хура — полосато-черный
кайăк
птица, дичь, дикое животное
зверь
вĕçен кайăк — летающие птицы
кайăк хур — дикий гусь
кайăк кăвакал — дикая утка
ула кайăк — пестрый дятел
хура кайăк — черный дроздь
Кайăк хур Çулĕ — Млечный Путь
кайăк пуç — клевер
кайăк станĕ — клетка (для птиц)
кайăкçă — охотник
кайăк тытма кай — итти на охоту
кайăка çӳрекен — охотник
кайăк лаша — осел
кушак кайăк — мышь
кайури (кайа ури) — землерой, крот
курак
грач
ула курак — ворона
хура курак — грач
◊ курак çăвар — маленькие щипцы, клещи
куç
I.
глаз
куç тĕкĕ, хăрпăвĕ — ресница
куç хупаххи — веки
куç харши — бровь
куçлă çĕрĕ — перстень
куçа-куçăн, куçран куçа — на глаз
куç хыçĕнче, кут хыçĕнче — заглазный, заглазно
куç кĕски — зеркало
куçран тайăл — ослабеть глазами
куç хыв — высмотреть, пометить
куçлă хура — медовый цвет
куç шурри — белок (глаза)
куç хури — зрачок
куç çулĕ — слеза
куç хĕс — прищуривать глаза
куç хуп — мигать, жмуриться
çăл куçĕ — родник
йĕп куçĕ — игольные уши
шыв куçĕ — полынья
Атăл куçĕ — полынья на Волге
куçлăх — очки
куçран кайни — сглаз
куç чĕлхи вĕр — отчитывать от сглаза
çын çине час сивĕ куç ӳкет — человека легко можно сглазить
куç курла выльани — игра в жмурки
куç хӳри — внешний угол глаза
куç сăмси — внутренний угол глаза
пĕве
II.
красить
окрашивать
пĕвевçĕ — красильщик
ĕнер кайрăм пĕвевçе тăваткăл тутăр пĕветме — вчера я ходила к красильщику, отдала выкрасить четырехугольный платок
шурă калпакма кăвака пĕветрĕм — я отдал окрасить в синий цвет свою белую шапку
пĕкĕ
дуга
шурă хăваран пĕкĕ автартăм — заказал дугу из белого тальника
пӳрт
дом
изба
пӳрт тӳпи — подволока; чердак
пӳрт умĕ — передняя часть избы
пӳртре — в избе
пӳртрен — из избы
улах пӳрчĕ — изба для посаденок
пӳрт урайĕ — пол
урама кутăн пӳрт лартрăм — я поставил избу окнами во двор ("задом к улице")
пӳрт хыçĕнче — за избой
хурал пӳрт – караулка
хура пӳрт — черная изба
пӳртӳкӳ – сени
суха
син.: суха пуç
соха
суха тимĕри — сошник, лемех
суха касси — борозда
суха калеки — полица
пулă сухи — устье реки, угол между шеей и подбородком
суха тăвакан — пахарь
суха сухала — пахать пашню
хура лаша сухара — вороная лошадь на пашне
çăмарта
яйцо
çăмарта шурри — белок
çăмарта сарри — желток
çăмарта хуппи — скорлупа
чăхă çăмарта тăвать — курица несет яйцо
пит çăмарти — щеки
çăмарта шӳрпи — яичная похлебка
çăмартана чĕпĕлентер — насидеть яйцо, яйца
çăмарта шăтрĕ — яйцо разбилось
пĕр хуран шурă çăмарта
çĕлен
змей
хура çĕлен — гадюка
хурăн пуçлă çĕлен — уж
туй çĕлен — медяница
чăпар çĕлен — серый змей
çутă
свет; светлый; яркий; светло; çутă-шурă – светло-белый; кунта çутă – здесь светло; çап-çутă – очень светлый; весьма светло; çутă-хурт – светлячек; çутă-кăвак – светло-голубой; çутă-хĕрлĕ – алый.
201 стр.
ĕшне
поляна
хура вăрман касрăм, ĕшне турăм — вырубил черный лес, сделал поляну
хура
черный
хуп-хура — черный пречерный
...
хура кăвак — зеленый
хура курак — грач
хура лаша — вороная лошадь
хура пулă, хура карас — линь
хура çырла — ежевика
хура çырла аври — куст ежевики
хура тăпра — чернозем
хура тăхлан — свинец
хура тулă — гречиха
хура тулă пăтти — гречневая каша
явăн
явăн (jавын), виться, обвиваться.
Йывăç явăнса ӳçет. Дерево растёт завитушкой.
- Икково. Хӑмлӑ шӑччӑ тӑрӑх явӑнса ҫитӗнет.
- Алших. Хӑмлӑ шерте (шалҫа) тӑрӑх явӑнса ӳҫет.
- Сл. Кузьм. I, 16. Вӗсен ӗҫӗ кантӑра пек явӑнса пырать. У них дело идёт как по маслу.
- К.-Кушки. Мӑйне ҫӗлен явӑннӑ (или: яваланнӑ).
- Ib. Курӑк йывӑҫа явӑнат.
- Альш. † Ӗнтӗ ҫил ҫаврӑнат, ҫил ҫаврӑнат: ҫӗмӗрт ҫеҫки хӑвана явӑнат.
- Бурунд. † Ҫӗр ҫырлисем пиҫеҫҫӗ хӗрелсе, тӗрлӗрен пӗр курӑка явӑнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав.
- Чураль-к. Шучӑ тӑрӑх явӑнакан хӑмла путранки мар-и ҫав? Ура явса выртакан пирӗн варлисем мар-и ҫав?
- Н. Тим. † Явӑна-явӑна выртакан, пӗрлӗхен аври мар-и ҫав?
- Сред. Юм. Ирхӗне, вил-шыв (у др. сывлӑм) укеччин, утӑ торттарсан. О, явӑнса вӗрен пик полса пырать (вьётся как верёвка).
- Юрк. † Хӗвел тухат, сарӑлат, улма йывӑҫ ҫине явӑнат.
|| О пламени.
- ЧС. Ҫӳлте хӗм явӑнать анчах — хӗп-хӗрлӗ, тастан (=таҫтан) та курӑнать пулӗ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [Ib. Пушар йӗри-тавра ҫынсем явӑнаҫҫӗ анчах. Около пожара вьются люди].
- Сред. Юм. Вӑт (=вут) явӑнать анчах («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьётся»).
|| О течении.
- ЧП. Хура шыв юхат явӑнса.
- Янш.-Норв. † Шывӗ юхат явӑнса, хумсем ҫапаҫҫӗ хӗрнелле.
- А. П. Прокоп. † Атӑлсем тухат (юхат?) явӑнса.
- Дик. леб. 36. Акӑ тинӗс хумӗсем, ывӑна пӗлмесӗр, пӗрин хыҫҫӑн пӗри явӑна-явӑна пынипе темӗн тӗрлӗ хытӑ чулсене те тип-тикӗс якатаҫҫӗ.
|| Об облаках.
- Дик. леб. 40. Хура тӑхлан тӗслӗ хӑрушӑ хум пек пулса, вӗсем явӑнса шуса пыраҫҫӗ.
- Ib. 56. Ҫӳлте явӑнать хуп-хура пӗлет. Наверху вьётся чёрная туча.
|| О пыли.
- Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явӑнса. Пыль вьётся.
|| О грязи.
- Сред. Юм. Ҫӑмӑр ҫуни халь те типмен пыльчӑк орапана явӑнса пырать (грязь навивается на колёса).
|| О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.).
- ЧП. Хӗвелсем тухат явӑнса.
|| О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны.
- Ст. Чек. Явӑнса ӳсет ыраш (=вӑйлӑ ӳҫет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны.
|| Виться (о птицах и т. п.).
- Сказки и пред. чув. Ялӗсем ҫинче кайӑк явӑнать. Над их деревнями вьются птицы.
- Толст. III—IV, 122. Вӑрӑм-тунӑсем явӑнса вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, ҫӗрлеҫҫӗ. Комары вьются, летают и жужжат.
- N. Икӗ ангел, икӗ архангел вӗҫсе килеҫҫӗ пирӗн чуншӑн, явӑнаҫҫӗ пирӗн ҫылӑхшӑн.
|| Увиваться (с какой-либо целью).
- КС. Сир. 27. Кам ӑслӑлӑх ҫурчӗ таврашӗнче явӑнса ҫӳрет, ҫавӑ унӑн ҫурчӗ ҫумне пӑта ҫапса тӗреленет.
- Якейк. † Эпе лартас хӗр панче упа-кашкӑр явӑнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери).
- С. Хорчка пек явӑнса ҫӳрет. Вьётся как ястреб. Тоже и о животных.
- Якейк. † Пирӗн ҫол ҫийӗнче корак-ҫӑхан явӑнать, эпӗр лартас хӗр панче ялти ача явӑнать (Песня на масленице).
- КС. Курак-ҫӑхан виле таврашӗнче явӑнса ҫӳрет. Сновать (в переносн. зн.).
- Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явӑнса ан ҫӳрӗр (не толпитесь).
- Сказки и пред. чув. 75. Ярӑнтарса, явӑнса, шӑпӑр кӗвви ташлатать.
лапкăш
его ширина. N. Ани лапкăшпех хуп-хура выртать (о недавно вспаханном загоне). N. Тăм патне чавса çитсен, эпир тата тăмне пĕр кĕреçе лапкăш тарăнăшĕ пек хускатса, кăпăшлантарса тухрăмăр.
явăç
явăç (jавыс'), свиться; связаться; сдружиться; сходиться друг с другом.
- М. П. Петр. Хыпар № 15, 1906. Ачасем пурте пĕр-пĕринпе явăçса, пĕр-пĕрне чуп-туса: халăх хушшинче килĕшӳ пултăр, тесе, турра кĕл-тăва пуçларĕç.
|| Увиваться.
- КС. Паян çав виле (вил'э) панче кунĕпех çахансам явăçаççĕ.
|| Привадиться.
- Зап. ВНО. Арман кутне йăтăсем явăçнă. К мельнице привадались собаки.
- Юрк. † Уй варринчи хурамана курак-çăхан явăçнă, явăçнă та сивĕнмест. (Свадеб. п.).
- Зап. ВНО. Кăвакарчăн явăçсан, çын пуять, теççĕ. Если привадятся (к дому) голуби, то человек разбогатеет. (Поверье).
|| Кишеть.
- Зап. ВНО. Ача-пăча ăçта кирлĕ, унта хурт-кăткă пек явăçать (кишат).
|| Болтаться, „тереться“ около кого-нибудь, приставать к кому-л.
- Козм. Явăç, болтаться. Эсĕ ун çумăнче [sic!] мĕн явăçса çӳретĕн? Что ты около него болтаешься?
|| Смешаться (попав в число других вещей)
- Ст. Чек. Явăçса карĕ пулĕ. Вероятно, смешалось с другими вещами.
- Ib. Явăçса (кайнă ĕçлеме) пĕрлешсе, хутшăнса.
- Ib. Явăçса кай çавсемпе пĕрлешсе кай. Об интимной связи.
- Хыпар № 30, 1906. Санăн арăму иртĕнет-мĕн, Евстигнейпа явăçнă, теççĕ, тет.
- Чебокс. Çав арăмпа явăççа çӳрет (путается) вăл.
- КС. Вăл çавăн арăм(ĕ) патне явăçнă (повадился, т. е. они „кусаççĕ“).
- Бiтр. Çав ывăлсенчен кĕçĕнни çав карчăкăн хĕрĕ патне йывăçнă, тет те, кайран сивĕннĕ, тет. Младший из сыновей связался с дочерью той старухи, а потом охладел к ней.
|| „Путаться“ с кем
- Юрк. † Хура хĕрсемпе явăççа, хура-хутаç илсе хуплантăм. Путаясь с девушками-чернушками я замаялся покупать им рожки (плоды ceratonia siliqua).
хĕвел
солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.
хĕвел пичĕ
солнцепёк. Пазух. Хĕвел питĕнчи курăка юр айĕнче куç курать. ''Изамб. Т''. Ун пек сăрт çинче, хĕвел питĕнче курăксем шăтса туха пуçларĕç. ''Ала'' 59°. Кив кĕмĕлтен çĕрĕ те эп хывтартăм, хĕвел питне хурса та хăвартăм. ''Ск. и пред. чув''. 29. Хĕвел питĕнче унта Шупуç ларать. ''Изамб. Т''. Ĕнесем, лашасем, сурăхсем хĕвел нитĕнче ăшăнса тăраççĕ. ''Туперккульос''. 28. Тула илсе тухса, хĕвел пичĕ çине çакса ямалла. ''Баран''. 95. Хура кăвак ту хыçĕнчен кăшт анчах хĕвел пичĕ курăнчĕ.
Хĕветӳçи
имя женщ. Собр. Хĕветӳçи çăварĕ хура çăвар. (Тĕнĕ).
ялхав
/Йалхав/ (jалhав), какое-то синеватое (кăвак-сĕмлĕ) новообразование на глазу, напр., вследствие попавшей соринки. Пухтел. Юрк. Пăхăсăн, тӳрлетес вырăнне шурă илтерсе ярат, е ялхав сырат.
сайкка
сайка (род печенья). ЙФН. † Çакă ял хĕрĕсем ма шурă? Сайкки-сайкки сайккипа шур кулачă çинă, тет, çампа шурă пулнă, тет.
сайра-хутран
изредка. Изванк. Вăл сайра-хутран юмăç та пăхкалат. N. Хапхисем ялан питĕрĕнсе тăнă, сайра-хутран анчах пĕр-пĕр çын кирлĕ ĕçпе анчах ăçта та пулин хапхаран тухса кайса килнĕ. N. Вĕсен ялĕсенче шурă пӳрт сайра-хутран анчах пулать. Баран. 6. Карталанса тăрна вĕçет, сайра-хутран кăшкăрса.
сайхах
(саjhах), жердь, слега. Н. Седяк. МПП. Сайхах, толстая жердь. СПВВ. МС. Сайхах — пĕчĕк вĕрлĕк. Хирле. Сир. Сайхах — шалча карта тытмалли кашта. Ст. Чек. Сайхах — кашта. СПВВ. Т. Сайхах тесе аслăк çине саракан вĕрлĕксене калаççĕ. Н. Карм. Аслăк çине саракан шертене сайхах теççĕ. N. † Аслăк çинчи сайхаха сайхах вырăнне ан хурăр. Б. Олг. Сайхах, жерди, которые кладутся на „капан ори“. || Жердинник. Кĕвĕсем. Анатран хĕвел тухать-çке сайра сайхах хушшинчен. С. Тим. † Хура вăрман сайхахне касаймарăм суйласа, çичĕ ютăн ачине каяймарăм суйласа. Альш. † Сайра вăрман сайхахне суйларăмăр йăштайне. С. Алг. † Сайра вăрман сайхахне татаймарăм суйласа. КС. Сайхах кĕпер, мост из жердей. Орау. Утă капань айне сайхах хурас пулать, атту çĕр çумĕнче утă кăвакарать.
сав
любить. Янтик. † Пурçăн явлăк пур, тетĕр, пĕртте çыхса тухмастăр; савап, савап — тиетĕр, кучченеç те памастăр. Алешк. † Ай-хай, савнă тусçăм, хура куçăм, илсен илмесен те савса тăр. Альш. † Пĕчĕкçĕ çырма, вак чуллăх, кĕпер ан хыв, ут сиктер. Савнипелен савманни сăмах ан хуш, куç сиктер. Ib. † Чипер ача, сар ача, савăп — кайăп мĕн тăвăн? Буин. † Икĕ савса сар хĕр эпĕ ӳстертĕм. Ст. Ганьк. † Сарă хĕрсене кам савĕ, савсан савĕ сар каччă (разве он, а то кроме него никто). С. Айб. † Пуян хĕрĕ савмалăх, ашшĕ ятне ямалăх. || Радоваться. Ст. Ганьк. † Хурама йывăç тăрринче сарă кайăк ларать сарăлса, савса (радостно) сарăлса ларнă чух çавра çил килчĕ — çавăрчĕ. ТХКА 60. Юр та карĕ, пăр ирĕлсе пĕтрĕ. Çанталăк ăшă, пит ăшă. Хĕвелĕ те хĕртсе, савса пăхать те. || Обрадовать. Ерк. 169. Халĕ ĕнтĕ ленкрĕн алла тĕппипе, тавăрттарăп — чуна савăп виллӳпе. Каласа пар: мĕншĕн килтĕн эс кунта? Мĕнле шухăш пăтрантарать пуçăнта? || Ласкать, миловать. Ашшĕ-амăшне. Вăл (она) ун çине пăхса ăна куçĕсемпе савса çеç ларнă. Учите детей. Ача мĕн те пулсан аван тусан, саврăн — çитрĕ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне амăшĕ савать (йоратать). Юрк. † Сӳлĕ тусем çине улăхнă чух ука хӳрелĕ хĕрсем тĕл пулчĕç, аллисемпе йĕтĕн сараççĕ, куçĕсемпе пире саваççĕ. Альш. Çурăмĕнчен лăп-лăп савать (ласкает). Собр. † Мирун кинин ачине çын савайми тиеççĕ, эпир тытса саврăмăр. || Гладить ласково (напр., по головке, по спине). Изамб. Т. Каçантан саваççĕ (гладить по спине). Ib. Ача йытта каçанĕнчен саврĕ. N. † Пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен саваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми тăми тăваççĕ. Турх. † Икĕ çунатна ман умма хутласассăн, эпĕ сан тĕкне аллăмпа савăттăм. || Уважать. Якейк. Çак кил хуçи пит савмалла çын. Этого хозяина можно уважать.
сак урати
(-δиы), брусья нар. Шорк. Сак орати, перекладина под нарами, которая лежит поперек избы на полу. Альш. † Хура хĕрпе выля-выля сак урати çĕмĕртĕм. Ib. Ман ура вăрăм, сак урати кĕске (Тура-хуп). См. сак ырати.
сакăл
(сагы̆л), пежина; пегий, с пежинами (о ногах). Бугульм. † Учĕсем ула, ури сакăл, исправник пӳрчĕ умĕнче. ЧП. Кӳлсен кӳл лашăна лайăхне, кайри урисем сакăлне. Бюрг. † Суйларăм эпĕ ута лайăхне, ялан та кайри урисем сакăлне. Альш. † Лашана кӳлсессĕн, кӳл лайăхне, ялан тăват ури сакăлне. Ib. Сакăл ураллă, шурă ураллă. Ст. Чек. † Хусан хура лашин ури сакăл: купци çавăнмасăр — мĕн тутăр. Ашшĕ-амăш пуян, хĕрĕ сарă: савни савăнмасăр — мĕн тутăр. Пазух. Сакăр юпах тьыха эп ӳстертĕм, сакăрăш те сакăл ураллă. Алших. † Сарă лаша — сакăл ура, ака-туйне пымарĕ; хам савнине илес теттĕм, ахăр турă çырмарĕ. Изамб. Т. Сакăл уралă лаша, лошадь, у которой на ногах пежины. СПВВ. ФВ. Сакăл; сакăл ураллă лаша; выльăх ури пакăлчакĕнче кĕшт шурă тĕк пулсан, сакăл ураллă теççĕ. Тюрл. Сакăл ораллă (задняя пятка белая) лашине кӳлнĕ.
сакмар
неизв. сл. Лашм. † Самарпа сакмар хушшинче шурă куян выртать парĕпе.
салам кала
посылать поклон, привет; кланяться, приветствовать. Изамб. Т. Пурне те салам кала (кланяйся). N. † Шурти шур куяна салам кала: ан кышлатăр ăвăс хуппине. Орау. Салам кала аçусене, киле çитсен. АПП. † Сар ачана курсан, салам кала: ан вылятăр хура хĕрпеле.
саламат
нагайка. А. Турх. Зап. ВНО. Саламат, кнут с длинным череном и привязанным к концу бечевки куском холста. Орл. II, 248. Пӳрт хыçĕнче икĕ вĕçлĕ саламат çакăнса тăрать. (Çӳт туни). Собр. Пӳрт хыçĕнче саламат çакăнса тăрат. (Çитĕ = çивĕт). Ст. Чек Кĕрĕвĕнне хĕр туйĕ çыннисем минтерне, саламатне (особый ременный кнут), хура сăран алсисене вăрлама пултараççĕ, е çаксенчен пĕрне вăрлаççĕ; кĕрӳ вара килĕшсе читвĕрт е çур читвĕрт лартса каялла илет. N. † Йăран çинчи ерĕме кĕру саламатĕ тунă ăсем. Собр. † Саккăрăн явнă саламат сакăр çĕрелле каяймаст. Абыз. Шăтăкра (в яме) ик саламат пулнă: пĕринпе çапсан — вилет; тепринпе çапсан — чĕрĕлет (т. е. ударенный). СПВВ. ФВ. Саламат — кĕске пушă, аври те кĕске, чĕнтен, саккăрпа, хĕрĕх чĕнпе явса тăваççĕ. НАК. Хĕр уй-хапхичен тухсан (из своей деревни), кĕрӳ çитеччен кĕтсе тăрать. Кĕрӳ çитет те, хĕр куми хыçне тăрса, кӳме умăнче тăракан хĕре пуçĕнчен аллинчи саламачĕпе виçĕ хутчен пур выйĕпе çапат. Унтан вара тӳррех венчеке каяççĕ. Сред. Юм. Саламат тесе чĕнтен явса тунă кĕске чăпăрккана калаççĕ.
салтакла вылят
понуд. ф. от салтакла выля. Чăвашсем 15. Унтан кăна та (и его) шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса, пăшал парса, салтакла вылятнă, тет.
салху
(салhу), тоскливый, скучный, печальный, унылый; тоскливо, скучно. N. Кăмăлне пит салху пулнă. Шел. 128. Куккук та питĕ салху авăтать. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕсĕм... салху мĕлкеçĕм (мой печальный образ). Альш. Темĕскер пулчĕ мана: паян кунĕпе салху çӳреп (чувствую тоску). СПВВ. Х. Салху, савху, скучно. ЧП. Мĕшĕн салху тăратăр? Фин. Финнă çынни темле вăл салху, калаçма питĕ юратмасть. Рак. Салху тесе çынпа калаçман çынна калаççĕ. Унтан тата сывмар çынна та: эй, салхуланнă-çке, теççĕ. О сохр. здор. 133. Çапла чирленĕ çын пĕрмаях салху çӳрет. Дик. леб. 46. Елиса ĕлĕкхи пекех, салху та, хуйхăллă та. Турх. Аннен салхăвĕ пĕтетчĕ. Ст. Чек. Салху çӳрет. Печально ходит. N. Хама хам калаттăм эпĕ: текех ан хурланам ĕнтĕ, салху сăнăма пăрахам, çăмăлланса тиеттĕм. || Тоска, скука, печаль.
самай
самый (русск.). Шемшер. † Ирпе тăтăм, пите çурăм, турра пуççапрăм, карăм вăрмана, тарăн çырмана, татрăм çырлине самай хĕрлине, илтĕм арăмне самай хитрине. || Довольно много, порядочно. ТХКА. Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Ск. и пред. 107. Хĕвел хыççăн куçакан уйăх самай çĕкленсен, тухать вĕçме вĕри-çĕлен. N. Йот патша халăхне самай илкелерĕç (в плен). Эпир çур. çĕршыв 25. Сарă яль чăвашĕсем самай тĕреклĕ пуранаççĕ, çӳрессе те капăр çӳреççĕ. Кан. Унта вăл самаях ĕçлерĕ. Сунт. Паян чăпта самай леçрĕç-и? — Леçкелерĕç самай. Сам. 28. Ун чух эсĕ ху та улшăнăн нумай, сăнă-сăпату юсанĕ самай. ЧС. Тата унта самай йĕкĕтсем пĕр-пĕринпе тавлашса чупаççĕ. N. Кунсем самай вăрăмланчĕç, çĕрсем кĕскелчĕç. N. Самай йывăр. || Часто. N. Онпа самай корса поплекенччĕ, халĕ ĕнтĕ вă (= вăл, у) та çок. || Очень. Микушк. Витере самай мăнтăр ăйăр çисе тăрать, тет. СТИК. Пасара карăм та, çуна пăхрăм. Çуна темĕн чухлĕ. Суйларăм, суйларăм та, самай лайăххине суйласа илтĕм (выбрал наилучшие, самые хорошие). || Как раз, точь-в-точь, в самый раз. Альш. -† И, кĕрӳшĕ, кĕрӳшĕ: самай ĕне пăрушĕ!.. (Насмешка). Тогаево. Ончен те полмин, сасартăк пăшал сасси самай пирĕн тĕлтрех илтĕнсе карĕ. Сĕт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ib. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш! туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен, тĕвик! тесе кăçкăрать. Орау. Самай та ашшех çав. Точь-в-точь отец. Яктик. † Пахчи, пахчи панулми, чи тăрринчи сар улми, самай татас тенĕ чух ыткăнайрĕ-каяйрĕ. Байгул. † Вĕт-вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр; вĕтĕ те пулин самаях. КС. Самай та упăтех çав. Настоящая обезьяна. Сĕт-к. Пирн Улюн самай ыраш вырма пуçланă чох холсăр полса. Пазух. Хура вăрмана тарса кĕтĕм, самай çулçă тăкнă чух. Çуралнă иккен эпĕ аннерен, самай телей пĕтнĕ чух. || Сносно. Тюрл. Матка порри самаях (сносно), матка çокки кичем пек (сиротливо). Микушк. † Ик аллăра патăм ик панулми, кăмăлăра самай пули, тесе. N. Пĕр шухăшласан, çапах вĕсенчен самайтарах пурăнаççĕ (живут лучше). || Облегчение, улучшение (напр., в болезни). Кореньк. Куç самаййи сисĕнмес. Не видно, чтобы глаза поправлялись. N. Людмила куçĕ пăртак самай, тесен, питĕ хĕпĕртерĕм. Ст. Яха-к. Туманнине те туса пăхрăмăр, çаплах кил-çуртра самай еннелле каймаçт, терĕç. N. Çавăн пек тусан, пăртак самаййине курать те, çынсене кайса калать. Хора-к. Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ, сассине пачĕ, самая килчĕ. Шинер-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. N. Çав çын вара, ыйăхран вăрансанах, самай енне кайнă. N. Куçĕ кăшт самай пулсан (полегчать)... ЧС. Эпĕ аннене яланах: самай-и? тесе ытаттăм. Ман анне самай пулма мар, йывăртан йывăр пулат, пĕр пилĕк кунтан тăрса та ларайми пулчĕ. Ib. Тете патне аттесем, аннесем чун чăтман пирки кашни кун кайнă пекех: кайса, самайне, самай марне пĕлсе килетчĕç (т. е. справлялись о его здоровьи). БАБ. Муш (= может быть) самайрах пулнă та пулĕччĕ-и тен (мне в больнице). Ялти çынсем мĕн курни-пĕри: ачăна унта вилме анчах леçсе пăрахнă. Унта вĕтĕ ун пек тӳрленмелле мар, чирлĕ çынна юри имçампа вĕлереççĕ, тет, тетчĕçĕ, тет. Ib. Пуçу самай-и? А легче что ли голове-то? Ib. Виçĕ кунта иртрĕ эпĕ чирлени, ман пуç çапах самай мар. О сохр. здор. Эмел ĕçсе пурăнсан, чире пĕтĕмпех тӳрлетмесен те, вăл ăна кăшт та пулин самай тăвать.
самантлăх
протяжение мига, момент. Кан. Хура тинĕс çийĕ çиçĕм çиçнипе пĕр самантлăха кăн-кăвакăн, çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ.
самăшни
замшевый. СТИК. Самăшни алса тесе тиртен çĕленĕ алсана калаççĕ. Вăл алсана хăйне кăна тăхăнсан та сивĕ мар, мĕшĕн тесен çăмлă. Альш. Самăшни алса тăхăнаççĕ (молодежь). Ст. Чек. Алса: сăран алса, хура сăран алса, хĕрлĕ сăран алса, самăшни алса (тиртен, çăмминчен сĕленине калаççĕ), сахянăй (сахян) алса; перчекке: пурнеле перчекке (те), пурнесĕр перчекке (те пулат); алсаш.
самăрт
раскормить. Икково. Вĕрен вĕççĕн сысна самăртăп. (Йĕке). N. Хура çĕмĕрт çитерсе самăртрăм. Собр. Кирлĕ марринчен самăрт. (Моленье). N. Вĕрен тăрăх сысна самăртăп. (Кăнчала арлани). Чураль-к. Вĕрен тăрăх лаша самăртăп (Йĕке толтарни).
сап
рассеивать, разбрасывать, посыпать. Собр. † Тĕрлемес хапхинчен кĕнĕ чух пăхăр сапса кĕтĕмĕр. М. Тув. † Хура шăрçа ярăмне сапса яма пулмарĕ. Ала 55. Алăк урлă каçсанах, эпĕ унăн куçне çăнăх сапса тултартăм та, тухса тартăм. Изванк. Ăна киле юлса ана тăрăх уçăпа (= ывçăпа) тырă сапма пар, турă. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). Ау 339. † Кăйăк-хурсем кайăççĕ карталанса, сап-сар сĕлĕ сапсан та чарăнас çук. Орау. Питрен хăйăрпа сапрĕ те, пĕтĕм куçа хăйăр тулчĕ. Янорс. Вара çуннă çĕртен пĕренисене пакурсемпе турта-турта антарса, аяккала сĕтĕрсе кайса, юрпа сапа-сапа сӳнтерчĕç. Завражн. Сапса янă, разметала (обезьяна горох). || Плескать, выливать. Коракыш. Куркари шыва çĕре сапса янă (она). N. Куркапа шыв сап (плескать из ковша). Юрк. Эсир хăвăр: вăл эрехне мĕн тăватăр? тесе ыйтатăр. Эпир ун пек начар эрехе юлашкине пуçтарнисене çапла сапса тăкатпăр. || Класть яички (о пчелиной матке). Вĕлле хурчĕ 3. Çăмарта сапма (тума) амăшĕ çуркунне хуртсем вĕçме пуçлачченех пуçлать те... || Метать икру (о рыбе). N. Пулă вăлчă сапать. Рыба мечет икру.
сапак
(сабак), кисть ягод, черешок с ягодами. Альш. Щибач. Пĕр сапакне татса ил. Тюрл. Пилеш сапакки. N. Сапак, черешок, напр., у ягоды, черемухи (çупкăм — вся кисточка). Юрк. † Çĕмĕрт-йывăç сапакра, палан-йывăç чечекре. Хурамал. Сапак тесе пилешĕн пĕрчи ушкăнне калаççĕ. АПП. † Пилеш айĕнчен тухнă чух пилеш сапакки саланчĕ. Çутт. 145. Хурлăхан тĕммисем çинче çырла сапаккисем хĕп-хĕрлĕ пиçсе ларнă. Ала 62. † Хура шыв тăрăх çĕмĕртлĕх, сапакне тая лараçке. || Кисточка. Юрк. † Тăваткăл кӳме — сарă кӳме, тăватă кĕтессинче тăватă сапак. || Стручек. N. † Ешĕл сапак мĕшĕн, ай, ешĕл-ши, çамрăк ĕмĕр мĕшĕн те, ай, кĕске-ши. Бур. † Арпус чечек мĕшĕн шурă-ши, ешĕл сапак мĕшĕн ешĕл-ши? Тюрл. Сапак, стручек. Ib. Пăрçа сапакки. || Снизки. ЧП. Вуникĕ мерченĕн сапакки çук. Кĕвĕсем. Вуник пĕрчĕ мерчен сапакĕ çук. Янтик. † Сакăр пĕрчĕ мерчен сапаксăр, пирĕн çамрăк пуçсем телейсĕр. Кĕвĕсем. Симĕс сапак хушшине ӳпке-мерчен ан тирĕр. См. ӳпке-мерчен. || Назв. бус. К.-Теняк. Изамб. Т. Сапак, какое-то украшение. МПП. Сапак, зеленый камень или бусы (украшенне). N. † Йывăçран сапак туни çук, ырă тумтир çумне хуни çук. [См. саяк]. || Петля у пуговицы (и вся пуговица?). МД. † Аçалă-амалă ывăл-хĕр кĕмĕл тӳме сапакĕ. || Membrum virile. Елле. Сапакки ĕçлемест. Non surgit, quasi praemortuum jacet m. eius.— Observare solent Tschuvaschorum feminae virorum suorum gravi aliquo morbo laborantium inguina; quae si matutinis languida atque inertia iacere videriut, invitabilis mortis signum id esse arbitrantur. N. Сапак тесе пĕчĕк ачасен тӳммине калаççĕ.
саппун
саппон, то же, что саппан. Ау 232. Савни каять анкартне, çыхнă шурă саппунне. СТИК. Саппун — фартук. Чĕрçитти — тот же саппун, но сшитый лучше и из тонкого материала. Ст. Чек. Саппун, белый фартук из грубого холста для работы, носят мужчины и женщины. Сред. Юм. Саппон тесе мăйран çакса ямалла тăвакан, кăкăр çинех çитекен чĕрçиттие калаççĕ. Б. Олг. Саппон çакаччĕ, машинăпа тĕрленĕ, капăрлатнă. СПВВ. ТА. Саппон — чĕрçитти.
сарăл
(сары̆л), расширяться (в стороны), увеличиваться в обьеме. N. Ăшăпа пур япала та сарăлать. Хорачка. Сарăлса каять. Расширяется. || Разбухать, размокнуть. N. Алăк йĕпенсе сарăлнă — хупăнмасть. N. Йăвăç йĕпенсен сарăлать. || Расстилаться, распуститься. Пазух. Хăрантсуски тутăр, шурă çӳçе, сарăлайса ӳкрĕ шыв çине. || Разливаться. Аттик. Юр ирĕлнипе çырмасене шыв тулса сарăлса каять. N. Ванданкă таçта çитех сарăлса кайрĕ. || Расходиться. Кан. Сĕт тăмламĕ сарăлса каймасăр, çĕр пек, тĕпне анса ларать. || Распускаться (о листьях, цветах). N. † Уй варĕнчи олмаççи, çӳлчи сарлать, уй толать, уй илемне вăл кӳрет. С. Дун. † Хурăн çулçи сарă çулçă, сарăлчĕ-ӳкрĕ шыв çине. Толст. Пăртак тăрсан, улма йывăççисем чечеке ларчĕç, анчах чечекĕсем пурте сарăлнă-сарăлманах тăкăнчĕç. N. Акнă япаласем пĕр-икĕ эрнерен ӳссе сарăла пуçларĕç. N. Пахчара çамрăк йывăçсем те аван сарăлса кайнă. || Светить полным светом (о солнце). Никит. Хĕвел тухса сарăлсан... ТХКА 72. Хĕвел тухса сарăлчĕ, ăшăта пуçларĕ. КАХ. Ир хĕвел тухса сарăлсан... Ала 21. Хĕвел тухса сарăлсассăн, хайхи улпут Иван патне карап курма пырать. || Расходиться (о воротных столбах). N. Хапха юписем сарăлса кайнă. || Разьезжаться (о ногах). Орау. Ура сарăлса каять. || Раздуваться, объедаться, наслаждаться. Н. Лебеж. † Çиччĕр, çиччĕр — сарăлччăр, хырăмĕсем çурăлччăр. N. Чĕресси-чĕресси çĕр-çырли, çисе сарăлса (поесть досыта) пулмарĕ. Орау. Чей ĕçсе сарăлтăм пĕтĕмпех (хорошо распарился). КС. Апат çисан, хырăм латах сарăлса карĕ. ТХКА 55. Эсĕр халĕ сивĕре ăшă пӳртре ăшăнса, сарăлса ларас, эпĕр, уялли çынсем, шăнса вилес-и вара? N. † Сарă-кайăк сарăлни олăх выти ( = ути) çоличчен. || Распластаться, расплющиться. Баран. 56. Казаксенĕн ырă учĕсем, сарăлса (распластавшись), çӳлелле çĕкленсе, çĕлен пĕк тăсăлса çырма урлă вĕлт тăваççĕ. Якейк. Пĕре анчах чышкăпа сăмсаран çапрăм, патнех сарăлса анчĕ (или: сарăлса та анчĕ. Распластавшись, упал без чувств). || Широко раскинуться; широко расположиться, занимая большое место. Ск. и пред. 38. Сарăлса ларать (раскидисто) пĕр ватă юман. Ib. 53. Пысăк сĕтĕл умĕнче тăрать Петĕр сарăлса. Баран. 91. Кетĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх сарăлса çӳрет. Пазух. Тарăн-тарăн çырмара та хурĕ ларать сарăлса. Собр. † Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ: хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ, çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. || Упариться (о каше), распариваться (о посуде). Юрк. Пăттисем хуран тĕпне ан лартăр, аван сарăлтăр, тесе, калекпе ялан пăтратах тăраççĕ. Трхбл. Йывăç савăт-сапа, вĕрилесен, сарăлать. || Быть в довольстве. Хурамал. Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, пурăнаяр пăртак сар улма пек сарăлса. О пьяницах. Ырă курса сарăлса пурăнатпăр (в довольстве). Аку 202. Пуян, юрăхсăр ĕçсем туса, сарăлса пурăннă. N. Сарăлса пурăнма юратаканни чĕрĕлех вилнĕ вăл. Юрк. Тăшмансене сарăлма ирĕк памăпăр. Баран. 18. Тинех вара ирĕк çĕрте пурăнăпăр сарăлса. N. Ĕмĕр иртнĕ пик туйнать, пĕр сарăлса пурăнмасăрах. || Развиваться физически. N. Ӳссе сарăлса çитнĕ. Доразвился физически. || Распространяться (о молве и пр.). Изамб. Т. Хыпар сарăлнă. Распространилась молва. М. Тув. † Манăн варли чиперри вулăстипе сарăлнă. Скотолеч. 17. Кăрчанкă сарăлса кайнă (по телу). || Переноситься, расплываться. Ерк. 14. Çавăн çулла туй пулать. Чĕкеçĕн шӳхăшĕ çакăнта сарăлать, вĕри юнлă чĕри çак сывлăшпа сывлать.
саркалан
(-га-), расстилаться, распуститься, распластаться. Пазух. Хуралă чĕрçитти пулăттăм, çаксан, саркаланса тăрăттăм. N. † Арман чулĕ çĕкличчен, сарă чечек пулас мĕн, саркаланса ларас мĕн. Сред. Юм. Мĕн, саркаланса ларса, ху çиç ик çын вырне йышăнса ларан эс. Янтик. N. Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Юрк. † Пирĕн аттенĕн сарă чăххи кашни ирсерен саркаланат. N. † Каччă алли тивнĕ пулсан, авкаланĕ хура çĕлен пек, каччă алли тивмен пулсан, саркаланĕ сарă-кайăк пек. Ала 99°. † Хорăнкасси арăмсем саркаланса йорлаççĕ. Юрк. Саркаланса вĕсем юрлаççĕ (кукушки). Я. Турх. Кĕтне шывĕ ман умра саркаланайса юхать; кашлатакан хумăшра ярăнайса пул(ă) вылять. Якейк. † Тăхлач корки сар корка, саркаланса ĕçер-хе (свободно, как хочется нам). N. † Сар утçăм килет саркаланса. N. Арăмĕ: упăшкам суккăр, курмас ку, тесе, хăйĕн тусне чĕнсе килсе, тем пек саркалана пуçларĕ, тет (думая, что муж слеп и не видит). Янтик. Мĕн саркаланса çӳрен çак эс, саркаланчăк (непоседа)! Пӳрте тăвăрлатăн. || Важничать. ППТ. Тата хăшĕ калăм кунĕ типĕ пулсан, çарамас çӳренĕ чухне хĕрлĕ кĕпепе саркаланса çӳреме: хĕрлĕ кĕпе илсе пар, тесе, аптăратаççĕ (надоедают просьбами). ЧС. Ăшă пулсан, урамра саркаланса çӳреме тесе, хĕрлĕ кĕпесем, картуссем, шăлаварсем илтереççĕ. Юрк. Саркаланма сарă тăлăп, ăна атте туса паман, ăна упăшкам туса панă. Янбулат. † Саркаланма мĕн лайăх, сарă тăлăп пит лайăх. || Ст. Шаймурз. † Лутра-ях та хĕрсем, сарă хĕрсем, саркаланат савни умĕнче.
сарай кашти
(-τиы), слеги, которые кладутся на стропилы. ЙФН. Сарай тулли сарă хĕр... (Сарай кашти). Абыз. † Хура вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвас, тиç. Тораево. † Сарă лутра хĕрсене сарай кашти тăвас, тетчĕ.
сарă
(сары̆) или сар, желтый. Якейк. † Ыраш вырсан, уй сарă. В. С. Разум. КЧП. Сарă чĕресе тултарма çырла нумай кирлĕ. Ib. † Сарă-сарă чечекĕ, ма сарлакарах пулман-ши? Ядр. † Сăра курки — сарă курка. Тим. † Сарă çăмарта эпĕ хире кустартăм варрисене сарă витнĕрен. Пазух. Карăш килет каршлатса, сар ыраша юратать. Ib. Сĕтел çинчи сарă сăри, тинĕс енчи эрех лапах (точь-в-точь). N. † Шăшки вăрăм, мăйри сарă, татас килет мăйрине. Н. Лебеж. Тепĕр енне сарă саккускă тултартăм. Турх. Сарă-сарă çуртасем ялкăшаç. (Сарă-сарă — впечатление от множества желтых, бросающихся в глаза предметов). Альш. † Сарă çурта пек пĕвĕме эп ӳстертĕм, атте-анне умĕнче пурнас пек. ЧП. Сарă сĕлĕ сапсан та чарăнас çук. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ. Янтик. † Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Ib. † Сарă хумăш касса хӳш (= хушă) турăм савнă сар ачапа выляма. Ск. и пред. 67. Сарă хапха килсерен чĕнтĕрленĕ тăрăлă. Чув. пр. о пог. 63. Уйăх сарă, купчеме пулсан, уйăх пĕтечченех хутран-ситрен йĕпе пулкалах тăрат. Если месяц желтый, светлый, то весь месяц будет стоять сырая погода. || Эпитет солнца. Б. Яныши. Кăнтăрла çӳлтен сарă хитре хĕвел хĕртсе пăха поçлать. || Эпитет весны. Б. Яныши. Хаяр сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Русый; красивый. Микушк. Сап-сар ача — русый, красивый парень, красавец. N. † Сарă-сарă ачисем, сар çӳçĕпе илемлĕ. Сĕт-к. † Атьăр киле, ачасам, сарă вăрăм хĕрсене (варлине) сар ачасам ерчĕç поль. Шел. 31. Сар-кайăк пек сап-сарă пĕр хĕр сиксе тухать те... Никит. Телейлĕ пурăнас тетĕн пулсан, ху сарă çын пулсан, хура хĕре ил, ху хура çын пулсан, сарă хĕре ил. Вотлан. Пасара сар хĕр нумай тухать, сарă кăтри сайрарах. В. Разум. КЧП. † Анне тунă — хĕр тунă (genuit me puellam), ма сарăрах туман-ши? С афф. З-го л. — блондинка. N. † Айта, тантăш, киле кас (= каяс), сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çăмарта пĕçерсе хонă поль. || Масть лошади (саврасый, буланый, соловый). || Назв. растения, папоротник (= шĕшлĕ корăк). В. Олг. || Желтуха (болезнь). Бывают: сарă сарă, желтая желтуха и хура сарă, черная желтуха. ГТТ. N. Ача сарра кайрĕ (= ачана сарă ӳкрĕ). || Яз. имя мужч. МПП.
сарă кайăк
сар кайăк, назв. птицы. Магн. Сар-кайăк, иволга (птичка). N. Эс тăван çырулăхăн, тăван чĕлхен малтанхи сар-кайăкĕ. Ты — первая иволга родной письменности и родного языка. МПП. Сар-кайăк, серая мухоловка. ЩС. Сар-кайăк, канарейка. Ст. Чек. Сар-чиртен сар-кайăк аван (полезна). Питушк. Сарă-кайăк сиплĕ япала, сар ӳксен ăна çитараççĕ, йăвипала шыва кӳртеççĕ. ГТТ. Сар-кайăк, паренные перья этой птицы употребляют при лечении желтухи. Мыслец. Сар-кайăк, желтая птичка. Якейк. Сар-кайăк вăл сап-сарă, шăнкăрч пушшĕ кайăк; он тĕкне вĕретсе ĕçсен, сара-макран чарăнать, теç. Ст. Шаймурз. † Юртат пурсай (борзая) вăрман хĕрипе лайăх сарă-кайăка суйласа. N. † Сар-кайăк пек тăванăмсенчен епле уйрăлас-ши. Пазух. Сассăм сарă-кайăк та, ай, сасси пек, чĕлхем хура чĕкеç те, ай, чĕлхи пек. N. † Сарă-кайăкăн савнасси улăх ути çăлаччен (= çуличчен).
сарăлă-шурăлă тĕрĕ
(чит.: сарлы̆), назв. узора. К.-Кушки. Сарăлă-шурăла тĕрĕн — кумми 8 пĕрчĕ хĕрлĕ, 2 — сарă, унтан татах 8 — хĕрлĕ, 2 — шурă; ураççи çаплах.
сарă-шурă
желтый и белый. ТХКА 86. Сарă-шурă тутăрсем çакса пĕтернĕ.
сасĕ-хура
сас-хура, шум, звук, голос. Сред. Юм. Пĕр сас-хора та çôк. Очень тихо, так, что никакого звука нет. N. Сасси-хури те ан пултăр. N. Савватий тăракан пӳрте пырса шакканă. Сас-хура пулман. Букв. 1904. Вара тин тĕттĕм пӳртре лăпланаççĕ, пĕр сас-хура та илтĕнми пулать. Истор. Хирте пĕр сасă-хура та илтĕнмен, сайра-хутран анчах: ăçта çăхансем кăранклатни, ăçта аякра кашкăрсем улани илтĕнкеленĕ. || Слух, известие, молва. N. Вăрçă чарăнмалли сас-хура çук. (Письмо). N. Ялта-йышра мĕн сас-хура пур? N. Выльăхсене хире кăларма вăхăт çитсе пырать, анчах кĕтӳçĕн сасси-хури те çук (ни слуху, ни духу). Сред. Юм. Сан халех каймалла полать-и-ха? — Сас-хора çок-ха пĕрте (нет известий), кăçан каймаллине пĕлместĕп. || Скандал. НИП. Хуралçа ирхине: кĕçĕр ним сас-хура та пулмарĕ-и-ха? теççĕ.
сат
сад (русск.). ЧП. Ай-хай сат янăрать, сат янăрать сатри кайăк сассипе. Бел. Гора. † Анне кăмăлне килсессĕн, сат айĕнче лартăпăр, пурçăн тĕрри парăпăр (о невесте). N. † Сатăрта сарă-кайăк юрла-çке, сатăр илемсене кӳре-çке. Юрк. Чӳречи хĕвел тухăçнелле те саталла. Чураль-к. † Умлуççи лартрăм — сат турăм, умли пулчĕ шуп-шурă. Артюшк. Ăна сат ĕçĕ ĕçлеме тытнă (нанял его). Н. Карм. † Сат хăмлисем ярса сăра тусан, юрла-юрла ĕçни илемлĕ. || Зелень. К.-Кушки. Сат ларт, украшать зеленью (в праздники).
сахăрнăй улма
сорт яблок. Янтик. Сахăрнăй улма — шурă улма, ытти улмасенчен маларах пулать те, тата çемçерех.
сенепи
(-би), неизв. сл. Встр. в песне. Юрк. † Сенĕк, сенĕк, сенепи, сенĕк тăррине вут хутăм, автан пусрăм, туй турăм, хура куçлă кин илтĕм.
сенкер
(сэнг'эр), голубой (цвет). Моркар. Сенкер тĕслĕ кĕпе (тотăр), цвета медного купороса. Юкр. Сенкер, цвет купороса. N. Сенкер кĕпе, голубая рубаха. СПВВ. ЕХ. Сенкер — шупка кăвак. Баран. 85. Сенкер чечек. С. Алг. † Куç харшисем хура, куçсем сенкер, кам телейне пăхса ӳсет-ши. Кильд. † Сенкер тутăр эп илтĕм, куллен-кунах эп çыхрăм. N. † Тиреесчĕ ал çыхи, сенкер тĕслĕ шăрçа çук. Кĕвĕсем. Пур пур шăрçи пур те пур, сенкер тĕсли пĕри çук. Ск. и пред. 8. Симĕс тукмак аллинче, сенкер сăнă хыçĕнче. || Назв. краски. Сред. Юм. Çипе сенкере чиктертĕм. (Пит кăвакартман кăвак çип).
серен
слитный послеслог, соотв. русск.: каждый, еже. ЧП. Туратсерен хура чĕкеç. Менча Ч. Çынсерен пĕрер çăмарта валеçсе параççĕ. Истор. Вăл ыйткаласа тăранса пурăнакансене праçниксерен хăй патне пуха-пуха апат çитерсе янă. N. Хурăнсерен кукук йăви, йăвисерен чĕпписем. См. сайран, сарен, сейрен.
серте-çеçпĕл
общее назв. трав, появляющихся одновременно со снитью, фиалкой и пр. N. Серте-çеçпĕл ӳснĕ чух хура вăрман ешерет; серте йăл-йăл пăхнă чух чун савăнать, киленет. Цив. † Серте, серте, серетепи, серте яшки юлашки, ай, вăйăçăм пĕр вăйă, кĕçĕрхи çĕр юлашки.
сехре хăппи
нечто страшное, ужасное. КС. Сехре хăппи кăтарттăрĕç, ачам, вăсам мана. Орау. Ах сехре хăппи, тата мĕн курас-ха, килсе пăхсан! Хора-к. Сехре хăппи. Сехрем хăппипеле сивве шăнни хамăн таçта тарса кĕчĕ. Çутт. 155. Ку — сехре хăппи!.. ырă самана мар! пĕтрĕ пуç! — терĕç. Ib. 115. Тинĕс çине çитмен çын — сехре хăппи курман çын. || Страшный, ужасный. N. Хăш çĕрте сехре хăппи тусем. N. Вĕсен пурăнăçĕнче хурапа шурă нумай пулнă: сехре хăппи драмăсем те сахалах пулман.
сыйлă
слоистый. Вопр. Смоленск. Сыйлă (т. е. пĕлĕт тухсан) — йĕпе пулать; хурăм пек хулăм, хура пĕлĕт тухсан, çăмăр пулать.
сывăл
(сывы̆л), убывать. См. сывал. Карсун. † Икĕ шурă çăмарта пĕçертĕм, хăшĕ сывăлассине пĕлмерĕм. СПВВ. Сывăлас — чакас; яшка сывăлчĕ. ЧП. Аслă Пăла сывăлмĕ (чакмĕ). N. † Çичĕ çырма пуçĕнче те сăмавар вĕрет — сывăлмас; вĕрет-вĕрет, сывăлмас та, пирĕнтен сар хĕр сивĕнмес.
сыр
обувать (лапти), обуваться во что. Изамб. Т. Ура сыраççĕ, çăпата сыраççĕ (сурпан сырăнаççĕ; атă тăхăнаççĕ). N. Çынсем ватăлса çăпатисене кутăн сыра пуçларĕçĕ, тет. СПВВ. Х. Сырас; ура сырас. || Окружить, обступить. Истор. Вара Олегăн пытанса тăракан салтакĕсем кимĕсем ăшĕнчен тухнă та, вĕсене сырса илнĕ. N. Вĕренекен ачасем хăйсен учитĕлне сырса илчĕç те, унтан ыйтма пуçларĕç: мĕн ку та мĕн ку, теççĕ. Шел. П. 69. Хире пуринчен ытла хĕрарăм сырса илнĕ. || Обсесть. N. Ыраш капан тăррие курак-çăхан сырса илнĕ, чĕппе çиме ирĕк çук. Ау 98°. Вот чĕкеçсем кисе веç хап-хура сырса илчĕç, тет, унта йывăçне. || Облепить. Хурамал. † Çул хĕрринчи пултăрана кăткă сыра пуçланă; тавра ялсен каччисене мăйăх сыра пуçланă. || Прививаться (о пчелином рое). ЧП. Чăн çӳлти туратне хурт сырнă. || Покрывать сплошь. СВТ. Шатра чирлĕ çыннăн ӳтне-тирне пĕтĕмпех хупласа сырса илет. КС. Урапана пылчăк сырса илнĕ. || Заростать. КС. Кӳлле мăк сырса илнĕ (заросло мхом). || Нанизать. Юрк. † Çип çине сыртăм (вм. тиртĕм), çитмерĕ (чăн мерчен).
сырăн
обуваться. О сохр. здор. Вара сивĕ пулсан, тин лайăхрах тумланса, сырăнса çӳрес пулать. || Надевать, одевать, навертывать. КС. Ала 75. † Хир-хир урлă килтĕмĕр, çинçе сурпан сырнасшăн. Юрк. † Çĕнĕрен пĕтернĕ çĕнĕ сурпан, пар йинкене (жене „пичче“) сырăнма. Б. Олг. Арăм сорпан сырăнат. || Облеплять. КС. Паян урапана пит сырăнать (грязь липнет пластами). Çатра-М. † Тăвайкки çинчи тонкати сарă кăткăсам сырăннă; сара вăрăм хĕрсене сар ачисем сырăннă (облепили). Юрк. † Кĕреке тавра сырăнма хура шăна мар эпир. || Окружать, обступать. N. Вара ăна йĕри-тавра сырăнса илнĕ те, пуçĕнчен çапса çĕре ӳкернĕ. N. Питĕрĕнсе ларнă çуртсем тавра çарĕпе сырăнса ил. Янш.-Норв. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна çырăнса илеççĕ те: салам пар та салам пар, тесе, кăшкăрса тăраççĕ. Якейк. Мана йăтăсам сырăнса илчĕç, аран-аран пăшалпа хăваласа ятăм. || Приставать. Трхбл. Паян пăвансем лашана пит сырăнаççĕ. N. Тĕтĕм шăршипе ӳпресем, вăрăм-тунасем сырăнмаççĕ. || Прививаться. Пшкрт. Хорт сырăнат йӳç çомня. Якейк. Пыл хорчсем çăка çине сырăнса илнĕ.
сысна
свинья. ЧП. Сысна тесен, шăрчĕ çук, этем тесен, сăнĕ çук. Ходар. Сыснаран усалсем, киремет таврашĕсем пит хăрат, теççĕ. Ib. Вăлсем ак ĕненеççĕ тата: киремете чĕрĕллех хура сысна çури кайса çаксан, киремет çав вырăнтан тарат, теççĕ. N. Пуян, ула сыснине пӳрт шулап(ĕ) çинче чиксе, хăçан тĕнĕ витĕр пăхса çийĕ, çавăн чухне унăн хĕрĕ сывалтăр. (Слова, произнесенные на дереве киремети одной из колдуний, испортивших дочь богача. Заклинание). Букв. Сысна хырăмне ыраш пăсмасть. Чăвашсем 10. Пурăнан ĕмĕрте сыснана та йысна тесе калан. (Стар. поговорка). Хурамал. Сысна пек пĕкĕрĕлсе çӳрет. ФТТ. Çуркунне сысна çурисем кăçкăрсан, часах сивĕ пулать. Юрк. Сыснапа чăвашсем турра кĕлтуман. Вĕсем ăна юратман. Çав пиркепе чăвашсем сыснасене усраман, вĕсенĕн ашне те çимен. Сысна темĕн-те-пĕр çиет, таса выльăх мар, тенĕ. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре сысна курсассăн, начелник килессе пулат, тет. (Стар. поговорка). || Особый способ забирать чело здания бревнами. Чертаг. Сыснапа тăрланă, забрали фронтон избы бревнами. Ib. Сыснапа хăпартнă, забрали бревнами. Орау. Сысна — бревна, коими забран фронтон клети. ЩС. Сысна — доски (бревна), которыми забрана стенка с волоковым окошком. Якейк. Сысна вăл кĕлет хĕрĕнче полать, он çине кĕлет пăрăс хораççĕ. Изамб. Т. Кивĕрех пӳртсен хайчă вырăнне çурмаран çурнă сысна пулат. Ib. Пурана улăхтарса пĕтерсен, икĕ пуçне пĕрер сысна хураççĕ те, ун çине хайчă тăхăнтараççĕ. || Кусок твердого дерева или железа, на котором лежит ось вала у водяной мельницы. (Названия остальных частей механизма те же, что и у ручной и ветряной мельницы). Шевле. См. арман. || Боров, дымволок (лежачая дымовая труба на подволоке). Трхбл. Кăмака мăрйине мачча çинчен пӳрт тăррине тӳрех кăларма юраласан, ăна пĕр аяккинерех сысна туса пăрса яраççĕ. Вара çав вырăнтан тин çӳлелле яраççĕ.
си
слой. БАБ. Çĕрĕн çиелти тырă пулакан сийĕ (плодородный). Баран. 105. Ĕçлекен хуртсен хырăмĕ çумне пĕр çӳп-çӳхе си ăвăс пухăнать. Календ. 1910. Çав маях бактериясем ӳссе пырсан, 2 тавлăкра пĕтĕм çĕре хулăн сипе витсе илĕччĕç. Ib. 1911. Шăтăк чавса çав шăтăка пĕр си курăк сарса тухас пулать. Ib. 1906. Шăтăкран хура çĕр, тăм, хăйăр тухать пулсан, вĕсене пурне те уйрăм хурас пулать; тата çиелти сине хăйне, тĕпĕнчине хăйне ăрасна хурас пулать. Ib. Хăяр хушшине си-си юман çулçи, хурлăхан, хĕрен, укроп хурса хăварас пулать. Ст. Чек. Си — слой (çĕр сийĕ), çăмарта сийĕ (пленка яйца). || Раз. N. Вара унтан тата тепĕр си апат çияççĕ, вара ĕç пĕтет. Чхĕйп. Унтан вара, унта (туда) кайиччен (прежде чем итти), пурте тепĕр си хываççĕ. || Встр. в соединении: пӳ-си. Ст. Ганьк. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, куçĕнчен-пуçĕнчен, ăшĕнчен-чикĕнчен сăнĕнчен-сăпатĕнчен. || Юрк. † Эпир çак киле килсессĕн, çамрăк пуçсем сие ӳкет-çке.
сик
(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).
сиксе лар
вскакивать и садиться, наскакивать. N. Çак йăтăран эп хăрап, вăл çын çине тӳрех сиксе ларать (она бросается на людей). Сĕт-к. † Кӳлсе те тохрăм сар лаша, сиккĕр те ларчĕ сап-сар хĕр. Баран. Бровка (собака) хăй выртакан купа çинчен ухă пек ярăнса анса, çĕлен çине сиксе ларчĕ. || Сесть быстро. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм хура лаша, сикрĕ-ларчĕ хура хĕр: сулăнкăра та сулăнмасть, лакăмра та ларса юлмасть. || Пересесть. Çĕнтерчĕ 11. Кантăк патĕнчен сиксе ларать. N. Хăнийĕ, кансĕрлес мар тесе (чтобы не беспокоить хозяев), тепĕр вырăна сиксе ларчĕ, тет.
сиксе тух
выскакивать, появиться неожиданно. Кратк. расск. Çав шывран пит илемлĕ, мăнтăр ĕнесем, çичĕ ĕне сикнĕ-тухнă та, шыв хĕринчи курăка çисе çӳре пуçланă пек пулнă. Чума. Мăккăльсем сике-сике тухаççĕ. Выскакивают одна за другой шишки. Якейк. Пуç сиксе тохас пак ыратать. Ib. Пуç ыратса сиксе тохать, голова очень сильно болит. || В перен. знач. ЧС. Манăн чунăм сиксе тухат (сильно перепугался), анчах ăста кайса кĕрес, анне çапса пăрахат. N. Хай кĕмĕл чашăк унăн хутаççинчен сикнĕ-тухнă. Якейк. Она охтарма тапратрĕç те, онăн овольвер кăсийинчен сиксе тохрĕ (нашли). Сунт. Çав самантрах Хватейĕн сăмала пекех хуп-хура çӳçлĕ пуçĕ çинче шурă çӳç пĕрчисем сиксе тухрĕç. || Выпасть (о ясном дне). Ск. и пред. 7. Иртрĕ-кайрĕ тĕттĕм çĕр, хуллен-хуллен сирĕлчĕ. Сикрĕ-тухрĕ çутă кун, çут çанталăк çутăлчĕ. || Случиться, постигнуть, обрушиться. N. † Ним тума та çук ĕнтĕ, пирĕн ӳсĕмре сиксе тухрĕ ку инкек. (Солд. п.). N. Ку япала ăстан сиксе тухрĕ-ши? Беседа. Инкек вăл часах сиксе тухать, инкек куçа курăнса килмест, теççĕ. Дик. Леб. 29. Килĕнче сасартак пысăк хуйхă сиксе тухнă. || Появляться. Кан. Чăвашăн хăйĕн композитăрĕсем те сиксе туха пуçларĕç. Арсений. Ăна хурлакан çын сиксе тухнă (выискался, явился). Шинар-п. Çав сахатрах тĕтĕм сиксе тухрĕ. || Вспыхнуть (о пожаре). N. Çурçĕр вăхăтĕнче Елшелĕн те пушар сиксе те тухрĕ.
силле
(силлэ), угощать. Хурамал. См. сăйла. Юрк. Кил-хуççийĕ паллă хăнана пынă çынна тытăнат силлеме. Апат тăвас умĕн эрехне те çителĕклĕ астивсе пăхаççĕ. Ib. Кил-хуçийĕ тытăнат кĕсене силлеме: пуставĕнчен пĕр савăт эрехне те туртса кăларат. Ib. † Атте-анне пур чухне чунсене силлеме пит лайăх. Ib. † Хамăр тăван лайăх чун силлеме. Альш. Хăнасене силлеме Чĕмпĕртен эрех илеççĕ. Ib. Силлеççĕ юлашкинчен ку хăнасене. Ib. † Хура курка, прака шыв, силлерĕмĕр Кашана. Ib. Татах, йыхравçа силленçи (под предлогом угощения пригласителя) пулса, хăйсем силленеççĕ Елшелсем. Ib. † Хамăр тăван пулмасан, ăçта силлĕпĕр-ши ку чуна? Изамб. Т. Евчĕ кăсене силлеме пуçлат. Ib. Хăнана силлени. Н. Седяк. Йĕтес силлекенсем (сăйлакансем) ак çапла тăваççĕ. Бюрг. † Кил, силлесех юлар-и чунсене хамăрăнах тăвансем сыв чухне. СПВВ. † Çак тăвансем патне килмен пулсан, силлеймĕттĕмĕр эпир чунсене. Ib. † Тăвансем пур чухне пире чунсем силлеме пит лайăх. || В перен. смысле. N. Парăмне парас вырăнне йĕрмĕшсе калаçнă сăмахĕ-юмахĕпе силлет.
силхе
(-hэ), назв. нескольких птиц: сар-силхе, хура-силхе, чĕкре-силхе. Нюш-к. Сар-силхе, ун тĕсĕ сарă, йăвине юман турачĕсенчен çакса тăвать. Сар-силхене сарра кайнă çынна пĕçерсе çитереççĕ. Пысăкĕш шăнкăрч пек. Чĕппи хур-чĕппи тĕслех. Çăвла вăрманта шӳл-шӳл! тесе юрлать. См. сар-çилхе.
симĕс-кăвак
сизый, зелено-голубой. Собр. Урлă-марлă кашта çине симĕс-кăвак çакса яр. Изамб. Т. Тĕкĕсем унăн симĕсĕн-кăвакăн та, пит илемлĕ. ЧП. Симĕсĕн-кăвакăн курăнакан çыру çинче аттепе аннен ячĕ пур. Тим. † Симĕссĕн-кăваккăн курăнакан, шурă супăнăн кăпăкĕ мар-ши çав? Ст. Шаймурз. † Симĕсĕн-кăвакăн курăнакан, супăнь кăпăкĕ мар-ши çав? Пазух. Çӳлте симĕс-кăвак вĕçкелет, кăлавине тиек кураймасть. Султангул. † Анкартисем тулли те кăвакарчин, симĕсĕн-кăвакăн та, ай, курăнать. Микушк. † Анкартисем хыçне шур юр çунă, йĕлтĕрпе çӳрекен пĕри те çук; патшанăн тумтирри симĕс-кăвак, ухатапа каякан никам та çук. Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çи-виттине симĕс-кăвакпалан виттертĕм. || Назв. ниток, употребляемых для узора. Н. Лебеж. † Çинçе пурçăн илтĕм çĕлеме, симĕс-кăвак илтĕм тĕрлеме. || В перен. смысле. Сĕт-к. † Симĕс-кавак коркаланă чыллай хунь ĕмĕрĕнче. Немало перевидал разных житейских невзгод, обстоятельств.
суя
ложь. Чăв. й. пур. 6. Çапла каласан вара вăсен суйи тухнă (ложь обнаружилась). N. Чăн сăмахăн суйи çук. (Послов.). N. Суяна кăлар, опровергнуть. КС. Эп ун суйине кăлартăм, обличил в лжи. || Ложный; ложно, неверно. Ст. Чек. Тим. † Чăн-чăн иккен, чăн иккен, пĕртте суя мар иккен. Собр. Мĕн каланине суя ан ту, теççĕ. (Послов.). N. Чăн-и, суя-и? — Чăн. N. † Йĕри-тавра вăрманлăх, эпĕ суес (?) çук пур суясăр, йĕри-тавра тăшмансем, эпĕ çӳрес çук тус-йышсăр. || Ложный, мнимый. Батыр. Сирĕн пӳртĕрсем шурă мăк, тăватă кĕтессинче тăватă ахах, суя ахах мар мĕн — чăн ахах. Ах аппаçăм, йыснаçăм, суя пуян мар мĕн — чăн пуян. Полтава. Суях чирлĕ, мнимый больной. СПВВ. Суя чунпа выртрăм. Лежал без памяти (в болезни). Сред. Юм. Суя чунпа çиç выртрăм. (Пит чирлесе выртсан, калаççĕ; пит хăраса, хăй мĕн тунине пĕлмесĕр çӳресен, калаççĕ).
суйла
выбирать (что). Сунт. Хватей!— тесе чĕнсе илчĕ ăна алкум вĕçĕнче халь анчах вăрмантан пуçтарса килнĕ икеле алсăн такани (См. авăсăм такани) çинче суйласа ларакан арăмĕ. Сред. Юм. † Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç; пирĕн пек çамрăк ачасене ӳснĕ-ӳсмен суйларĕç. Янтик. † Хура вăрман урлă каçнă чух хушрĕç хурăн çӳлçи суйлама. Синьял. † Путек-сурăха ятăм сат пахчине ухлĕм-курăк суйлама. || Юрк. Суйлаканни (пир тĕртекен тавраш). Богдашк. † Çиччĕ хĕçĕ çип суйлат, начар каччă хĕр суйлат. || Выбирать (кого). Пазух. Сĕтеллĕрсем хушшинчи тăвансене шурă хут çине çырса та суйланă. N. Сирĕн ăна пăхăнас килмесен, кама пăхăнассине халĕ суйласа хурăр. || Считать, пересчитать. N. Вăл пĕр чĕнмесĕр, именмесĕр аяк шăммисене суйлĕ.
суйланчăк
(-џ̌ы̆к), оборыш. Тюрл. Суйланчăк çеç йолчĕ, лайăххи пире леки (= лекĕ-и) вара? N. † Хура вăрман хуххине суйларăмăр тачкине; ют ялсенĕн каччисене суйларăмăр суйланчăкне (остаток от выбора. КО). Ст. Ганьк. † Ир те килчĕç хăтана, каç та килчĕç хăтана, çын суйланчăк пулайрĕ. Н. Якушк. † Сайра вăрман сайхахне суйла-суйла касар-и? Пиртен суйланчăк юлашки вăрман илемшĕн юлтăр.
сул
сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.
сулап
неизв. сл. Ау 176°. Ст. Чек. Атăл çинчи шурă пулла сулап сыхларăм. Ошибка?
сулă
солă, плот. Орау. Çантах, инçех мар, пĕрене суллисем пулнă та, çанта ишсе тухнă. Якейк. Он пакки пирн хамăрн та солă туса ямалăх та пор (или: солă туса ярсан та пĕтес çок). Таких людей у нас много. Баран. 152. Çуркунне, пăр кайсанах (как только кончится ледоход), сулă хывса, шывпа антарса яраççĕ. В. Олг. Окçа çок, солапа йохма каяс полат Вастрăккăна çитиччен (до Астрахани). Пазух. Шурă Атăл хĕррине шаксем хыврăм; шаккăмсем кайрĕç сулă пулса. || Перевоз, паром. Хурамал. Пысăк шывран çурхи шыв вăхăтĕнче сулăпа каçаççĕ. Ăна кимĕсем çине хăма сарса тăваççĕ. СПВВ. ТМ. Сулă — шыв урлă каçмалли кимĕ. К.-Кушки. † Каçмăп, теттĕм, Сĕве урлă, каçарчĕç(ĕ) сулăпа. Чураль-к. † Шур Атăл пулли — шур пулă, сулă çинче сыхларăм. Альш. † Атăл çинчи шур пулла сулăпалан сыхларăм. Сĕт-к. Çорхи шупа йохтарса ямаллискерсем, пĕр сола т(ă)вас та, кайччăр! || Конопляиный плот для мочки. Сĕт-к. Ман çырта виçĕ солă йĕтĕн порччĕ, пор те йохса карĕç. Орау. Сулă антараççĕ; кантăр сулли (для мочки). Шурăм-п. Пуса Илен-кунччен ан татăр, сулăсене мăнаçи (аслати) çапать. Изамб. Т. Çапсан, Пукрава сулă-сулăпа шыва хываççĕ.
сулхăм
солхăм (сулhы̆м, солhы̆м, солҕы̆м), прохлада, тень; прохладный, тенистый. N. Хăмла-çырли йывăççи вăйлă, çĕнетнĕ хура çĕре юратать. Нӳрĕ вăтам, кăшт сулхăм, çил тивмен вырăн кирлĕ. Сивве чăтаймасть, çавăнпа хĕлле юр айне пытармашкăн авса çыхас пулать. СПВВ. ТА. Сулхăм = ĕмĕл. N. Сулхăм тăвас — устроить защиту от жары. (В Сред. Юм.— солхăн ту). N. Кунта сулхăм çук! Здесь нет прохлады, тени. || Зонт (но сулхăн = прохлада). Шугуры Ц. См. сулхăн.
сулхăмлă
(-hы̆-), прохладный, тенистый. N. Çĕр-çырлине аван çемçетнĕ хура çĕр кирлĕ, анчах ытла йĕпе вырăна юратмасть. Уçă, тата пăртак сулхăмлă, анчах ытла сулхăм мар вырăн кирлĕ, мĕншĕн тесен, ытла сулхăм пулсан, унта япала ӳсми пулать.
сулхăн
(сулhы̆н), тень, прохлада, холодок; прохладный, тенистый. См. сулхăм. Янш.-Норв. † Кăçал урпа пит пулчĕ, сулхăнпала (холодок) выртăмăр. N. Уйăх сулхăнĕпе (тенью) çĕр тĕттĕмленет. К.-Кушки. Эс пĕтĕмпех сулхăнра (в тени), пуçă кăна сулхăнра мар. Ты весь в тени, только голова не в тени. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ, шăрăхра та сулхăн (прохладу) туса тăраççĕ. Ст. Шаймурз. † Атăлсем тулли, шывĕ сулхăн. Микушк. Каç сулхăнĕ — вечерняя прохлада, ир сулхăнĕ — утренняя прохлада. Ала 69°. † Хура вăрман касрăм — çул хыврăм, ут пуçĕсе (= пуçĕсене) сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. Ib. † Хăмăш та касрăм — хуш (= хушă) турăм, пуçа та сулхăн тăвасшăн. Пазух. И те, шанкăр уяр, ай, çил сулхăн, янтăрать-çке Хусан чул лапки. Юрк. † Шыв хĕрринче палан пиçет-çке, сулхăн çутти шыва ӳкет-çке. Ib. † Аслă улăхăн ути çук, ути пулмасан та çырли пур, çырли пулсан та тути çук, те шыв сулхăнĕпе пиçнĕрен. Сред. Юм. Сулхăн — 1) тень, падающая от предмета; 2) зонт. ЧП. Утă капан мĕлки сулхăнĕпеле. Бугульм. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, лартăм йывăç сулхăнне. Т. VI, 37. Каçхи сулхăнтан та, ирхи сулхăнтан та эсĕ упраса, эсĕ сир. („Чуклеме кĕлли“). ЧП. Ешĕл хурăн айĕнче утă çултăм: ута сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. ГТТ. Çĕр уйăх сулхăнне çаклансан, çĕр çинче хĕвел тĕттĕмленни пулать. N. † Пирĕн урам урлăшне юхат шывăн сулхăнĕ. N. † Пĕчĕкçĕ пĕр (пуçăм) çырма, сулхăн шыв, сулхăнĕнчен турă сыхлатăр, Кан. Чăтма çук хĕвел хĕртет, лашасем те сулхăналла кĕресшĕн. || Мрачный, невеселый. ЧП. Пирĕн çак тăвансем мĕшĕн сулхăн? || Зонт. СТИК. Янтик. Сулхăна пĕр, сложи зонт. Нюш-к. Сулхăн тăратса пырать. Идет, раскрыв зонт.
сумлă
обладающий рублями; стоющий известное количество рублей. Альш. Шурă Атăл урлă каçмашкăн икĕ çĕр аллă сумлă ут кирлĕ. Неверк. † Çĕр сакăрвун сумлă (сум — 1 тенкĕ) ута тытма хурчăка чĕрелĕ çын кирлĕ.
супăн курăкĕ
назв. растения, dianthus, lychnis chalcedonica. Нюш-к. Изамб. Т. Супăн курăкĕ — шурă чечеклĕ, йĕпетсе алă çумне сăтăрсан, супăн кăпăкĕ тухат. Сред. Юм. Супăн курăк — сăртсем çинче пулакан хытă курăк. Шывпа йăваласан, унтан супăнран тухнă пик кăпăк тухать. См. супăнь курăкĕ.
супăнь чечекĕ
назв. растения. Рак., Кайсар. № 97. Супăнь чечекĕ, хĕрли. Ачасене вĕтĕ хĕрлĕ шатра тухсан, çаккăн шывĕпе шыва кӳртеççĕ. Шатри хăй пек тĕм-тĕм тухат. Ib. № 98. Супăнь чечекĕ, шурри. Çавăн пекех, çавăн пек хăй манерлех тухат шурă шатра. Вĕретсе, шыва кӳртеççĕ те, çав шатра иртет, тет.
сурăх-ури
сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.
сурпан варри
середина сурбана (белая часть сурбана). Вилĕ-йăли. Сурпан варри = сурпан шурă çĕр(ĕ).
сурпан сыр
одеть сурбан. Кĕвĕсем. Айтăр, тутăр кумар-и: варрине хура хурар-и? Леш кассенĕн хĕрсене пуçне сурпан сырар-и? N. Сурпан сырнă, „стала замужней женщиной“. (После этого девушка уже ни за что за другого не пойдет, если бы даже и не повенчана).
суслан
назв. насекомого, род шмеля. Яжутк. Якейк. Суслан — мăн çын пуç порни пушшĕ, вĕçсе çӳрекен хорт. Икĕ тĕслĕ полать: хора, сарă. Çич çолхи суслан çич çолхи ачая сăхсан вĕлерет, теç. Ib. † Суслан пилĕк Мари пор, астарасси — астарчĕ, алă тенкĕ патăмăр, халь алăкне уçмасть; пар, пар, пар ули, алă пусна ан шелле. Ib. Суслан икĕ тĕслĕ: пĕри хора, тепри сарă; сарри пит хытă сăхать. Н. Карм. Суслан — сарă, вăрманта хăвăла пыллать, карас тăвать (побольше, чем сăпса; есть еще хура суслан). См. сăвăслан.
сутă
(-ды̆) или сут, торговля, продажа. Менча Ч. Сутта кайсан, сутă перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). N. Вотă сотрăм, пошăт сотрăм, сĕлĕ сотти те турăм, çăнăх сотти те турăм, тата пыл и сохан соттн те турăм. ТХКА. Мăйăр сутти укçипе атте Шăхасан пасарĕнчен пĕр хĕрлĕ пăру, хура сысна чĕппи илсе килчĕ. Тет. Пĕр çын сутта кайнă, тет. Почем овес? тесе ыйтат, тет, кунтан вырăс.— Авăсман, хам алланă, Праски тиенĕ, тесе калат, тет, вырăса хирĕç. (Старая шутка). Бгтр. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Кан. Аш сутти тăвакан меçниксем. Ib. Шутласа пăхсан, кулач сутти пек тупăш паракан сутă çук та темелле. Яргуньк. Пĕрре эпĕ пичисемпе сутта кайрăмăр (продавать хлеб). N. Какай сутти тăваканскер. N. Хур сутти тăвать. Изамб. Т. Кĕркунне е вăрмана, е сутта каяççĕ. Янш.-Норв. † Хĕллехи кун сутта турттарма çуна турти кирлĕ хурама. Чăв. й. пур. 13. Кайса килсе хăй кил сутти укçине (деньги от продажн своего дома) пĕтĕмпех пĕтерчĕ. Альш. Çав кун пирĕн сутта тиемеллеччĕ; акă ман атте кĕлет уçрĕ те, шăналăка шыра пуçларĕ. Ib. Çав выльăх тирĕсен суттине (на вырученные от продажи кож) вĕсем эрех ĕçнĕ, тет.
сухари
(-hа-), сухар(-и). Вомбу-к. Хура çăкăр сухари, шур сухари. N. Сохари = сухари.
сухăр тăпра
суглинок. Тюрл. Сухăр тăпра, суглинок; кĕл тăпра, супесок (белый мелкий); хура тăпра, чернозем.
сӳ
подр. нервной дрожи. ЧС. Çавăнтан вара, эпĕ халĕ те шыва кĕрсен, чун сӳ! туса каять, тата темĕскер ураран тытнă пекех туйăнать. Ib. Манăн ларнă çĕртех чун сӳ-сӳ! туса каять. Тюрл. Вăл (мертвая) хуп-хура тискер пулса кайнăччĕ, ун çине пухсассăн чун: сӳ-сӳ! тăватьчĕ. Ib. Чон сӳ! сӳ! тăвать (боится). N. Ух, вар сӳех (= сӳ+ех) тувать, аялла пахсассăн (даже внутри холодеет).
сăвăр чулĕ
назв. довольно твердого камня, темно-бурого цвета (= хура-хăмăр; хуран-çатма тасатаççĕ). Ст. Чек.
сăвăслан
шершень, насекомое из семьи ос, желтого цвета, величиною со шмеля. Спг. Чек. Сăвăслан — тĕкĕл-тура пек, хуртсене çиет. Н. Седяк. Сăвăслан, çак хурт пысăк хура, сарă пулать, сăхсассăн, питĕ шыçтарать. Хурамал. Сăвăслан сăпсаран пысăкрах, сарă япала. Çичĕ çул пурăннă сăвăслан, этеме сăхсассăн, шыçăнтарса вĕлерет, теççĕ. См. суслан.
сăкман
(сы̆кман), кафтан. ТХКА № 49. Шăллăмпа иксĕмĕр часрах ура сыртăмăр, сăкман тăхăнтăмăр. Ib. 63. Тепĕр читлĕхĕнче, сăкман çанни пек, пысăк, вăрăм çĕленсем авкаланса выртаççĕ çав. В. Олг. Сăкман, сăхман, кафтан. СТИК. Сăкмана алăпа кăшăр-кăшăр сĕркелерĕм (трение рукой по кафтану, также и вообще по мягкому месту). ТММ. Ăçта каян кăвак сăкман? — Ан чĕн мана, мăн çăвар! (Хура пӳрт алăкĕнчен тĕтĕм тухни). Сред. Юм. Сар сăкман, кафтан желтого цвета, который прежде надевали по праздникам, но теперь их совсем не шьют.
сăлть
(сŏл'т'), то же, что сĕлтĕ, щелок. ЩС. Хура кĕпене сăлть шывĕпе çăваççĕ.
сăмах хур
поговорить, побеседовать. Ст. Шаймурз. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм, çитсе сăмах хурса пулмарĕ.
сăн
то же, что сим? Собр. † Пӳртĕрсем шурă, саккăр сарă, эпир тухса кайсан, пуш юлĕ. Пушă та юлмĕ, мĕн те тумĕ, ик кĕрекĕр тулли сăн пулĕ.
сăн
(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.
сăнлă
имеющий вид, цвет, образ, подобие. N. Çутă сăнлă, хĕрлĕ чĕреллĕ. N. Тата унта-кунта сăртсем çинче хура сăнлă çĕрсем курăнма пуçлаççĕ. Кан. Çав пăнчăна кассан, улма хуппи айĕнче, пăнчă тĕлĕнче, хурарах сăнлă, хытă вырăн пурри палăрать. Дик. леб. 42. Ылтăн тĕпеклĕ акăшсем çинчен каласа кăтартнă карчăк сăнлах, тет. Ала 84. Иккĕшĕ те ватă сăнлă (старообразны), тет. Ал. цв. 28. Тĕлĕнмелле тискер сăнлă кĕлеткелĕ.
сăна
(сы̆на), наблюдать, примечать, подмечать, испытывать. Т. VI. 11. Вăл ларса каяс лашана хапхаран тухнă чухне хăш урине малтан тапратассине сăнаççĕ... Микушк. Ялта çамрăк çын питĕ нумай, сăнамассерен пĕри вилет. Шурăм-п. Хайхи эп сăнанă çăлтăр яр-р-р! çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. Баран. 17. Петĕр телейне сăнамалла тетеллĕне тинĕсе яр. Ст. Чек. Ку çапла пулнине çынсам сăнаççĕ. Ачач 43. Юри сăнамаллах. КС. Эпĕ чăнах та, сăнасшăнах, тушах (то же) вилеççĕ (скот), тесе, кайса илтĕм (привел знахаря). Дик. леб. 48. Патша Елиса ăçта кайса çухалнине сăнах тăрать. Юрк. Пысăк çынни, ăна-кăна сăнаман пек пулса, нимĕн каламасăр иртсе каять. Кан. Çулталăк хушши килте сăнаса усрамалла тунă. Скотолеч. 3. Сывă лаша хăй тавăрашĕнче мĕн сас-хура пуррине лайăх сăнаса, итлесе пăхкаласа тăрать. БАБ. Кунта та вăлсем пĕр-пĕр усал ĕç тума килмерĕç-и-ха, тесе, сăнаса (наблюдая) тăра пуçларăм С. Алг. † Вăрман хĕрипеле тилĕ юртат, лайăх кайăксене сăнаса. N. Хуралçăсем (охотники?) сăнамасăрах иртсе кайнă. N. Акă эсĕ ăна юри сăнамаллăх (в виде опыта) туса пăх-ха. N. Туса пăх-ха çапла сăнамаллăх. N. Сăнаннисем, приметы (о погоде и пр.). Бюртли. Вăрмана пырсан, унăн сăнанă юмансем патне пыра-пыра кулачă таткаласа пăрахатьчĕ.
сăнарлă
(сы̆нарлы̆), похожий. Городище. Ашшĕ сăнарлă. Похожий на своего отца. Юрк. Çав çынсенĕн йăхĕсем халĕ те пулин мăкшăран пулнисем мăкшă сăнарлă (подобные по виду), çармăсран — çамрăс тĕслĕ, чыканран — чыкансем пек хуп-хура питлĕ, хуп-хура кăтра çӳçлĕ, хура куçлă. N. Мăкшăсем хутлăхĕнче хура сăнарлă çынсем чăвашран мăкшă пулнă çынсенĕн йăхĕсем. N. Çиçĕмсем... ешенкер сăнарлă çутăпа çутатаççĕ. Тюрл. Ачи ашшĕ сăнарлă (похож на отца). Сред. Юм. Çын сăнарлă мар. Не красив по наружности.
сăптăр
(сы̆пты̆р), шаркать, провести рукой по поверхности чего-либо в одном направлении. В. Олг., Городище. Кан. Сылтăм аллипе ĕнсине сăптăрса илчĕ. || Разглаживать. Хорачка. См. тăла тĕртни. Пазух. Кăвак кăна сăхман, ай, сăптăрми, сăптăрсан та лайăх, ай, шуралмĕ-и? || Рвать при помощи пальцев, вкладывая в пальцы; содрать горстью, напр., кисти черёмухи, калины, овес, оставляя ягодки или зерна в горсти, пропуская стержни сквозь пальцы. Б. Крышки. П. Яндоуши. Çĕмĕрте, хурлăхана сăптăрса татаççĕ. Шибач. Пшкрт. Хăмлая спас çитсен сăптăраччă. ЧП. † Хура сăкман, йăс тумме, сăптăрса та татăлмасть. || Загребать рукою, загребастать сложенное на поверхность сыпучее тело. Б. Карачк. || Ударить, бить кулаком. Юрк. Çав вăхăтра тӳпелешекеннисенчен пĕри кăна, çапма ирĕк памантан, çиллипе, пит хытă сăптăрса ярса, кунăн пуçне шăтарса пăрахать. Трхбл. Сăптăр — ударить кулаком, большею частью, по уху, по лицу, по голове. N. Сăптăрса ячĕ, ударил кулаком по уху, или по лицу, или по голове. || Ударить каким-либо орудием. Юрк. Сăптăрса ил, ударить (напр., нагайкой). Халапсем 5. Пырсан-пырсан, тата çапла чăпăрккипе (кнутом) шартлаттарса сăптăрсан, ишекĕ (= ашакĕ, осел) каллех çапла шартлаттарса ĕçерсе ярать (звонко испускает ветры). Ib. 34. Хĕçĕпе (мечом) сăптăрать те, хĕç вĕçĕ, сентĕре каштине тивсе, çĕмĕрлсе каять. Альш. Ку ача: валей, тукмакăм (колотушка), тет. Тукмакĕ уратнике ватма тытăнчĕ: ахаль парат, тет. Клавине пыра-пыра сăптăрса ӳкерет, тет. Ст. Чек. Сăптăрса илес = 1) пушăпа çапса илес, 2) çупкăн сăптăр. || Дать пощечину. Халлапсем 11. Хай манăн хăлхамсем, сăптăрса ямассерен: ян! ян! шав! шав! туса каяççĕ. || Захватить. Хурамал. Сахал панипе кăмăлĕ тулман-ха (недоволен), мĕн пур панине те сăптăрса туртса илем-ха (совсем). Юрк. Кам сăптăрнă пулĕ? || Стирать. Шигали-Шăваç. Çырнине сăптăрса пăрах. Сотри написанное (напр., на доске мелом). || В перен. см. Кан. Ну, кун пирки самокритикăра хăшне-пĕрне аванах сăптăрмалла (надо продернуть). Ib. Ирĕн-каçăн сăмакун пĕçерсе укçа сăптăрса пухнипе пасартан пасара чупса тырăпа сутă туни. Изамб. Т. Эпир паян пĕр ана ыраш сăптăрса тухрăмăр (сжали весь загон). || „Дуть во всю“. Сам. 81. Сăптăраççĕ халлапне. Трхбл. Тутар юрра сăптăрат кăна капан çинче. N. Вĕсем пуçтарăнса ларнă та, юрра сăптăраççĕ кăна.
сăр
(сы̆р), окружать, облеплять. См. сыр. N. Финик йывăççи турачĕсем пек сăрса (= сырса) тăнă ăна. N. Унта кайнă чухне те ăна халăх пĕтĕмпе сăрса илчĕ. Ст. Чек. Эсĕр мĕн мана сăрса илтĕр. Кĕвĕсем. Чĕпсене çиме патăм та, ват чăхăсем сăрса илчĕç. Ст. Чек. Хуртсем сăрса илчĕç (окружили). Ib. Çăккăр татăкне таракансем сăрса илнĕ. Шăна чир. сăр. 8. Лаша тислĕкĕ çинчен вĕçсе килсе, тӳрех апат çине ларса сăрса илеççĕ. ЧП. Хурамалăхра хурт сăрат. N. Вĕсене икĕшне те хурт сăрса илет. Изамб. Т. Хурт, уйăрсан, пĕр-пĕр тĕле сăрат. Сред. Юм. Пирĕн çĕмĕрте (черемуху) хôрт пырса сăрнă. Ib. Йĕри-тавра сăрса илнĕ. || Приставать. Сред. Юм. Сăрă сăрса илнĕ. Пристала краска. N. Çутă ылттăна пылчăк сăрса илсен те сиен тумасть. || Покрывать. АПП. † Ахахсем хĕрлĕ, мерченĕ чăпар, шурă пурçăн пир кирлĕ сăрмашкăн. Ст. Чек. Сăрнă кĕрĕк или тăлапа сăрнă кĕрĕк, крытая шуба. N. Пирпе сăрса ярăр. Пошлите, завернув в холст. Çутт. 75. Тăлăп хыççăн ман валли кĕрĕк сăрса парас, теççĕ. || Обкладывать. || Нашивать украшение. Пухтел. || Окаймить. АПП. † Мăйăх-сухал сăрсассăн, хĕр тăшманĕ эп пултăм. Баран. 74. Салтакĕ çап-çамрăк пулнă, мăйăх та сăрман хăйне; вăл йăвашшăн пăхса тăнă. ЧП. Каччăсене хĕрсем саваççĕ, тапса мăйăх-сухал сăрнă чух (вар. сарă мăйăх сăрса тухнă чух). || Истратить. Изамб. Т. Эпĕ çирĕм тенкĕн пуçне сăртăм. Я истратил (букв.— кончил голову) 20 рублей.
сара
(сы̆рă), пиво. Хурамал. Тĕлĕкре сăра ĕçсен, йĕпе пулать, тет. Сред. Юм. Тĕлĕкре сăра кôрсан, çăмăр полать, тет; кĕмĕл окçа корсан — сиввĕ полать, тет; какай корсан — выльăх вилет, тет. Панклеи. Чӳклес омĕн пĕтĕм халăха çитеслĕх сăра туса хатĕрланă. N. Сăра сакки сарлака, тет. (Послов.). Трхбл. Сăра кучĕ сарлака. (Поговорка). Пазух. Тăванпала тăван калаçаççĕ, йӳçĕ сăрана тутлă тăвасшăн. Вишн. 75. Сăра çапах эрехрен авантарах, вăл çынна выçăхтармасть, ăна ĕçсен, сайра-хутра хытă ӳсĕрлетĕн. М. Васильев. Онта сăра лартаç, пашалу, хоплу пĕçереç. Аттик. Вĕсем çимĕке темĕскерле кĕтсе илнĕ пек, сăрасем лартса, эрехсем илсе хатĕрлесе, тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерсе, савăнса кĕтсе илеççĕ. Ib. Чăвашсĕн авалхи йăла пур: сăра пички пуçламассейрен, малтан пĕр çын ĕçеччĕн, кĕлтăваççĕ. Орау. Качча кайнă хĕр туйĕнчен кайран ашшĕ-амăш патне сăрапа пырать. Сăрапа кайнă чухне тĕл пулакан çынна пичке анинчен (= çăварĕнчен) çĕрпе (цевкой) сăра ĕçтереççĕ. Ĕçекенни вара: тур пач сăрана, туртрăм лайăх, тит кайран. Альш. Вăл (она) вара, сăрапа кайсан, укçа пуçтарат вĕсен (у них). N. Туйсам патнелле сăра тумалла пуль те-ха... Халĕ пурнăпăр-ха пуккаль. Актай. Унтан кайран Бура-Бĕрхĕ авланчĕ, тет. Авлансан, кусем сăрапа кайрĕç, тет. Н. Карм. Урпа сăри, ячменное пиво. Сĕт-к. Квакал сăмси лапрара, пирĕн тота сăрара. N. Пĕр витре сăра ăсса тохам-ха. N. Вăл йĕтес сăрине ĕçимарăмăр. N. Сăри сăра иккенне пĕлнĕ пулсан, арăмма илсе килнĕ пулăттăм, тулккĕ арăмма илсе килмерĕм, пĕччен килтĕм. (Шутка). || Пирушка. Янтик. † Хĕрсем çырлара, эпир сăрара. N. † Сарă инке сăрара (в гостях), çырă инке çырлара, хура инке хуранта, лутра инке луткара. БАБ. Кĕркунне пĕрре, кĕрхи сăрара, пирĕн пата ăратнесемпе пĕрле çак тукатмăш-карчăк та пырса ларнă. Курм. Кантăр сăри, выльăх сăри, пирушка. Ib. Çĕн-çын каять сăрапа, поса сăрипа каять, кантăр татнă чохне кантăр сăрипа.
сăрă
(сы̆ры̆, сŏрŏ), серый. Т. II. Загадки. Хĕлле шурă, çулла сăрă. (Мулкач. Изимб. Т. Сăрă кушак (но здесь не говорят: сăрă лаша, а кăвак лаша. Какая разница между сăрă сурăх и кăвак сурăх?) Альш. Ку чăвашăн сăрă куç та хура куç, пур чакăр куçли те, анчах каллах сахал-тăр вăл. N. Сăрă шăлавар, сăрă карттус. N. Сăрă тутăр. См. карта. || Какая-то (серая) масть лошади. Шумерля. СПВВ. Сăрă лаша. Сред. Юм. Сăрă лаша, той же масти, что сăрă кôшак.
вăрăм сăрка
назв. женского наряда. Альш. Вăрăм сăрка, ăна умма çакаççĕ, вăрăм сăрка — икĕ ерет çирĕмшер пуслăх кĕмĕл, варринче çур тенкĕлĕх. Ib. Çурăм хыçĕнче вăрăм сăркапа пĕр вĕçрен икĕ ерет шăрçа (хĕрлĕ, кăвак, симĕç, шурă — улалатса тиреççĕ), унăн аялалла ярапанăн-ярапанăн каллах шăрçа усăнса тăрат (у девушек). Тайба Б. † Вăрăм сăрка юсавне юсăр лайăх, тиеççĕ. Пазух. Вăрăм сăрка пыр(ĕ) эпир, çавăнпа çинçе пулнă эпир. Кĕвĕсем. Виç хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука, виç çул çаксан çутисем пĕтминчче! Шăрçалă та тухья, кĕмĕл сăрка, ялтăрать-çке хĕрсенĕн пуçĕнче. СПВВ. † Улăх улми — улма пек, çĕр çинчи çырла — сăрка пек. Ib. † Сирĕн вăрăм сăркăрсем пит çутă, те авалхи кĕмĕлтен, темĕнтен.
сăрпалан
торопиться, спешить. Сунт. 1929, № 2, 23. Çырнă чухне сăрпаланаççĕ, васкаççĕ (неопытные авторы). Альш. Нимĕн сас-хура та çук ялта, пурте сăрпаланса картахви кăлараççĕ.
сăрху
масть лошади? М. б. описка вм. çăрха? N. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пырăр.
сăрхăват çырли
назв. ягод. Кайсар. Сăрхăват çырли хăвана явăнса ӳсет — хĕрлĕ те пулат, хура та пулат. Унпа ачана вĕт шатраран вĕретсе шыва кӳртеççĕ.
сăсар
(сы̆зар, сŏзар), куница. Нюш-к., Чутеево. Питушк. Сăсар, куница (сарă, лиска йытă пак). Тюрл. Сăсар — кайăк, хорт ватаканни. Чертаг. Сăсар, куница (на шее белое пятно, но не кругом). Альш. † Сăрт хĕрринче сăсар кăшкăрат, тин çуралнă ача сасси пек. С. Тим. † Сатра сăсар чĕппи макăрат, халĕ çуралнă ача пек. П. Пинер. † Тантăшсем килеççĕ асăнса, сăсар тиррисе витĕнсе. Такмак. Сăсар тирне шыв витмен, тет. Пазух. Кĕленчерен хӳме эп хӳтертĕм, сăсар чĕппи тытса та ярас пек. Сенчук. Пирĕн тăван килет асăнса, сăсар тир тăлăпĕ витĕнсе. N. † Çакă ялăн ачисем сасар пекех чупаççĕ. N. Урама тухрăм — ухă ывăтрăм, сăсарлă юмана тивертрĕм, сăсарĕ пурне пĕлмерĕм. СПВВ. † Укалчаран тухрăм — ухă ывăтрăм, сăсар йывăçне тивертрĕм. Зап. ВНО. Çакă ялăн ачисем сăсар пекех чупаççĕ-ĕçке. Ib. Сăсар кайăкĕ шыв ĕçет, икĕ текерле вăй вылять. (Вариант этой загадки: услан кайăкĕ шыв ĕçет...). Мыслец. При охоте на сăсар употребляется веревка, которая называется сăсар тытмалли кантра. Стюх. † Хура вăрман хыçне юр çунă, унта хĕрлĕ сăсар йĕр хывнă. ЧП. Хура сасар. || Назв. ручья, высыхающего летом. Симб.
сăсăл
(сы̆зы̆л, сŏзŏл), костный мозг. Хурамал. || Пористая гниль внутри древесины. Ишлей-Покровское. Сăсăллă йăвăç, дерево с пористою гнилью внутри. || Отруби. Зап. ВНО. Кулаç пĕçернĕ чух сăсăл ярсан, кулач шурă пулать. Ib. Çăнăх сăсăлĕ, отруби. Календ. 1911. Ăна шывпа пăтратса çăнăх е сăсăл сапса парсан, аван. ЧП. Аслă шывсем тăрăх армансем, урпапа тулă авăрать: мамăкĕсем вĕçеççĕ çӳлелле, сăсăлĕсем лараççĕ тĕпнелле, çавсем çĕмĕреççĕ хул тĕпне. Хурамал. Тулă çăнăхне аласан, ала çине юлнине сăсăл теççĕ. О сохр. здор. Апла тăвас тесен, хĕллене самаскăпа е тăмпа хутăштарнă сăсăлпа икĕ чӳречине те, пĕр шăтак хăвармасăр, лайăхăн сĕрсе лартас пулать. Ib. Çăнăхне авăртса килсен, сăсăлне уйăрмашкăн татах алапа алатпăр. СТИК. Çăнăх алласан, сăсăл пухăнат. N. Сăсăл пĕрчи пек сĕвĕне пуçлать. Хурамал. Тулă сăсăлĕ, ыраш сăсăлĕ, отруби. || В перен. знач. М. В. Шевле. Куçран сăсăл вĕçсе тохрĕ, т. е. перепугался. Трхбл. Сăсăлĕ вĕçрĕ, хăрарĕ. N. Хăй халăхĕн сăсăлне çапла вĕçтернĕ. СПВВ. ЕС. Сăсăлĕ вĕçнĕ = пит хăранă, сиксе ӳкнĕ, сехĕрленсе кăвакарса кайнă çын. Орау. Вăрланă лашана илнĕ тесе çыпçăнса, сăсăла вĕçтерчĕç вит. Ib. Вăрмантан тухсассăнах икĕ кашкăр ик енне ӳкрĕç те, лаша патĕнчех пыраççĕ. Шăльсене йĕрсех пыраççĕ. Сăсăлăм вĕçрĕ пĕтĕмпе. ТММ. Сăсăл вĕçтер, сильно напугать.
сăсăр
куница. А. Турх. Ст. Шаймурз. † Пирĕн савни килет асăнса, сăсăр тирĕпе витĕнсе. Тайба Б. † Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. См. сăсар.
сĕк
(сэ̆к), бодать, пырять. Ау 202°. Упана хырăмĕнчен сĕкрĕ, тет. N. Вăл пуçĕпе те сĕкнĕ, кучĕпе (те) сĕкнĕ (баран). Рак. Ĕне сĕкет. Корова пыряет. Бюрг. Çӳл ту çинче çуртăм пур, унта хура качакам пур, вăл та пулин арăма сĕксе вĕлерчĕ. Шихаз. Хай сурăх пĕр эрне пурăнчи, ик эрне пурăнчи, качака çĕксе хырăмне шăтарса пăрахнă та, сурăх вилнĕ кайнă. N. Вĕсем сурăхсем пулнă та (играли в овцы), пĕр-пĕрне çамкапа сĕкме тытăннă. N. Сурăха ĕне сĕкнĕ те хырăмне шăтарнă.
Сĕлей
прозвище мужч. Н. Лебеж. Сĕлей Петти хура каччă, вăл та унта явăçать.
сĕлек
(сэ̆л'эк), пиявка. Альш. Ст. Шаймурз. Вăл ĕнен аяк пĕрчисенче хап-хура, сĕлек пек юн чăмăртаннăччĕ. || Улитка. См. сĕлĕк, сĕлĕп, сĕлĕх.
сĕлешен-кайăк
назв. птицы. Пазух. Çавă çавра кĕмĕл чашăк çине хĕрĕх те пĕр аршăн, ай, юр çурĕ, хура сĕлешен-кайăк йĕр турĕ. Хура сĕлешен-кайăк, ай, мĕн çиет? Шурă тулă çиет — шыв сыпать. Срв. сĕлемен-кайăк.
сĕлтĕ
(сэ̆лдэ̆), щелок. СПВВ. ЕХ. Сĕлтĕ = кĕл тăрри. Рак. Пуçа мунчара сĕлтĕпе çусан, пуçри лĕкĕ пĕтĕмпех тухса ӳкет. N. Пӳрте, пăлтăра, сахалтан та эрнере пĕрре, вĕри сĕлтĕпе çăвас пулать. Собрн. по мед. Выртса пурăнакан тумтирсене те вĕри сĕлтĕпе çуса тасатмалла. Календ. 1907. Çиелтен шурă, таса пире сĕлтĕ çинче çуса хурас пулать. Ib. Чирлĕ çын тумтирне уйрăм тытас пулать. Çума сĕлтĕпе çăвас пулать. О земл. Кĕл витĕр вĕри шыв ярсан, вăл поташ сĕлтĕ пулса анать.
сĕлтте
(сэ̆л'ттэ), махать, махнуть. Изамб. Т. Алла сĕлттесе ятăм та, лекмерĕ. Бур. † Шурă хут çине çырнă çыру çитмесессĕн, икĕ аллăна сĕлтте те йĕрсе юл. Бюрг. Хуçа пуçне кăна сĕлттесе кăтартнă.
сĕлхе
(сэ̆лhэ), назв. птички. Известны: хура сĕлхе, рябиновка (птичка); хĕрлĕ сĕлхе, назв. какой-то птички. сарă сĕлхе, назв. птички. Чутеево. См. сар-кайăк.
сĕм
(сэ̆м), темный. Ск. и пред. чув. 78. Вăрман тĕлне хуп-хурах сĕм пĕлĕтсем капланчĕç. || Дремучий. Чураль-к. Сĕм вăрманта çеклĕлĕх йывăç тупаймăн. (Ут хӳри). Сред Юм. Сĕм вăрман, большие непроходимые леса. Батыр. Тĕлĕкре сĕм вăрманра çӳресен, вăрçа кĕмелле пулат, теççĕ, типĕ япала курсан, ырлăха пулат, теççĕ. Такмак. Утмăл çухрăм сĕм вăрман урлă каçрăмăр. Трхбл. Сĕм вăрманта сĕт вĕрет. (Кăткă тĕми). Регули 896. Сĕм вăрман, сĕм ойпа тохрăмăр. || Совершенно. Регули 895. Сĕм пĕччен порнать. Ib. 877. Сĕм коçне кисе кăтартмарĕ. Ib. 898. Сĕм те пĕлмест. Кильд. Ăна никам та паллайман, вăл сĕм ют çын пулнă. СТИК. Сĕм тăварсăр, совершенно без соли. Изамб. Т. Сĕм пĕлми выртăть (когда крепко спит, или в бессознательном состоянии и пр.). Сĕт-к. Сĕм тĕттĕм, сĕм соккăр. N. Тăпри, шывĕ, чулĕ — пурте хутăшах пулна, йĕри-тавра сĕм тĕттĕм хупăрласа тăнă. Сред. Юм. Сĕм тĕттĕм, совершенно темно, ни зги не видно. N. Сĕм тĕттĕмре хăйсен йышĕсене хăйсем паллаймасăр пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. СПВВ. БМ. Сĕм тĕттĕм, сĕн тĕттĕм, тьма. О сохр. здор. Хăшĕ-хăшĕ тата сĕм ватăличчен пурăнаççĕ. Хорачка. Так йорлаччă вăлсам сĕм пĕлми. Сред. Юм. Сĕм те пĕлмес. Ничего не знает. Шарбаш. Сĕм те пĕлмеç. Ничего не знает. Бгт. Сĕм куçсăр, совершенно слепой. (Хăрах куçсăр, кривой). N. Вăл пĕр çулталăк хушши сĕм куçсăр пулса пурăннă. Кан. Кун пек çĕленĕ куçпа пурниччен, ĕлĕкхи пекех сĕм куçсăр пурнам, тесе шухăшлатăп. Ала 92. Анчах унăн (у него) пĕр тăнĕ те пулман, сĕм ухмахах пулнă вăл. ЙФН. † Сĕм арăмсăр сĕм ухмах пак, туссăр йышсăр тунката пак. N. Сĕм ухмаха тухрĕ. Кан. Сĕм шур илнĕ куçлисене те тӳрлетейреççĕ-ши? Якейк. Сĕм хĕлле (тăр хĕлле) пирĕн пӳртре пурăнма япăх. N. Халĕ сĕм кĕркуннене çитрĕмĕр те, килтен те тухас килмест. Ск. и пред. чув. 5. Тухса кайрĕ сĕм çĕрле Акăр ялне хăнана. Сам. 29. Илемсĕр, сĕм тĕксĕм, салху пурнăçра этем тивĕçне те тытса тăрайман. || Самый (для выражения превосходной степени). Якейк. Вăрă пирĕн ялти сĕм лайăх лашая çаклатса карĕ. Собр. Сĕм çук çыннăн та (у самого бедного), вилсессĕн, ним юлмасан, катăк пурттипе, катăк çĕççи юлнă, теççĕ. (Послов.). Собр. Пирĕн пичче сĕм пуян та укçи пур. О сохр. здор. Сĕм ватăличченех, до самой глубокой старости. N. Сĕм авал эпĕр пурнакан Раççей вырăнĕнче те вĕçĕмсĕр тинĕс шавласа выртнă. К.-Кушки. Сĕм хура, чисто черный. Буин. Сĕм хура, полный мрака. ТХКА 48. Çапла пĕрре сĕм тĕттĕм пулсан, вăрмана лашасем яма тухса карĕ пирĕн атте. Ib. 49. Пӳртрен тухрамăр. Сĕм тĕттĕм. N. Эпĕ сĕм ухмах мар.
сĕмлĕ
с оттенком. Альш. Тата тепĕр тĕслине „кукша кăвакал“ теççĕ, вăл хура сĕмлĕ пулать. Ib. Хырăмĕ (у чăмкăç'а) темĕскерле хĕрлĕрех сĕмлĕ шурă. Букв. 1904. Тĕттĕм кăвак сĕмлĕ шыв çинче, ешĕл хăмăшсем хушшинче лăпкăн ишсе пынă чух, ытарма çук илемлĕ. Якейк. Ачи этем сĕмлĕччи-ке (необыкновенный, может быть, хорошая и плохая сторона). Череп. Хура сĕмлĕ, шурă сĕмлĕ, сарă сĕмлĕ, кăвак сĕмлĕ, с оттенком черного и пр. Баран. 144. Ӳте çĕнетсе çĕнĕ пайсем кӳртсе, юрăхсăра тухнă кивĕ пайсене юн хăй ăшне пухать. Çавăнпа хăй хурарах сĕмлĕ пулать.
сĕрен
назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.
сĕт
(сэ̆т, сӧ̆т), молоко. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çыннăн ĕни пулмасан, ăна çынсем чӳлмекпе сĕт парса яраççĕ, ул вара чӳлмекне кӳнĕ чухне пĕр чĕлĕ çăкăр илсе килет. Ăна вара: ĕни сĕтлĕ пултăр, тесе, ĕнине çитерме каласа хăварат. ЧС. Вĕсене (погорельцев) халăх хура ĕне сĕчĕ ĕçтерме хушрĕç, мĕншĕн тесен чăвашсем: хура ĕне сĕчĕ чĕрене çунтармас, теççĕ. Слеп. Сĕт чакни, сĕт типни. Ib. Ĕнен сĕт типрĕ. Ск. и пред. чув. 52. Сĕтпе шыва кӳртнĕ пек, вĕсем таса çитĕннĕ. Орау. Пирĕн, пĕре ят пăсăлнăскер, сĕтпе шыва кĕрсен те тасалас çук. Ib. Сĕтĕнче çурри шыв. Молоко пополам с водою. Султангул. † Хура ĕне килет макăрса, сĕтне су та сахăр ту. Якейк. † Ай, аки, Мари пор, сĕтпе шăва кӳртнĕскер; ай, пичи Йăван пор, сар тоттăрпа тытнăскер. Альш. Хĕвел тухăç енче таçта пĕр çырма пур. Шывĕ — сĕт, тет. Выртса ĕçсессĕн, сĕт халлĕнех кĕрет, тет, çăвара. Илсе ăсса ĕçсессĕн, шыв пулат, тет. Регули 1116. Сĕт çи (сĕт çийĕ) шăннă. Вишн. 65. Сĕт ан йӳçтĕр тесе, сĕт тыткалакан савăтсене таса тытас пулать. Ib. 62. Сĕтпе пĕçернĕ маннă е хуратул пăтти. Çутт. 89. Çулталăк хушшинче ĕне миçе уйăх сĕтсĕр пурăнать? Буин. Сĕт анать. С. Алг. Сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килмелле пулинччĕ. Ала 63°. Вара вăсем юлашкинчен çак сăмахсене калаççĕ: сĕт çулпа тухса каймалла пултăр, çу çулпа кисе кĕмелле пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă — сĕт ярса пĕçернĕ пăтă. Сборн. по мед. Ĕмкĕчĕ çине чăмлак, хырнă кишĕр, сĕт пăтти хурас пулмасть. Вомбу-к. Сĕтпе пашалу çăраççĕ. Ib. Сĕтпе çăмарта хăпартаççĕ. Ib. Сĕтпе чуста хораççĕ. Икково. Кошак сĕт вăрлать. Кошка тайком пьет молоко. Баран. 99. Лайăх пăхсан, ĕне сĕтне ытларах антарать. Шишкин. † Эпир ăма питĕ хитре, сĕтпе колач çинĕрен. N. † Аннен кăмаки шор кăмаки, сĕтпе-порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмеçт. См. Магн. М. 189. Кан. Сĕт парĕ кансан çех, пăруланă ĕне сĕт çителĕклĕ антарать. N. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтсене пахил ту. Хурамал. † Пĕчĕкçĕрен пысăк пултăмăр, атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Тин çуралнă ачасем пек пулса, чуна аванлантаракан таса сĕте юратăр. || Молокообразное содержимое в шелухе несозревшего зерна хлеба. Тюрл. Ыраш шăрка таксассăн сĕте ларать. Ходар. Сана мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, çĕнĕ тырă-пулă сĕчĕпе пуççапатпăр, çăмăллăх пар. (Моленье). Сред. Юм. Ыраша сĕт кĕнĕ. (Ыраш шăркана ларса пĕтсен, пĕрчи пола пуçласан калаççĕ). || Фамильное прозвище. Якейк. Сĕт Ерхип.
сĕткен
[сэ̆ткэн'), сок. О сохр. здор. Сивĕ тытакан çынна сивĕ таса шыв е сивĕтнĕ вĕренĕ шыв сĕткенĕпе, шур-çырли сĕткенĕпе хутăштарса парас пулать. Айдар. † Вăрманта йывăç пит нумай, сĕткен кĕни пит сахал. Н. Тим. † Хура вăрман варринче пушăтлăх; кам пĕлĕ-ши унăн сĕткенне (когда они в соку?) СПВВ. ПВ. Сĕткен, сок дерева. Ib. Ку вуплăн пĕр сĕткенĕ те çук.(Говорят о затверделой вобле). Сĕт-к. † Ыр ĕçсе те ыр çиса, сăпаççипах ыр çынне; эпĕр ĕçнĕ вырăнне сĕткен полса йолтăр-и. (Ĕçкĕ йорри). || Влага. Календ. 1904. Çĕр сĕткенĕ пĕтет.
Стампăл
Стамбул. ТХКА 21. Иванпа пĕрле пирĕн аттĕ Хура тинĕспе Константинопăль (Стампăл) хули патнех çитнĕ.
стел
(стэл', ст'эл, в Тюрл. с лабиализ. э) стол. См. сĕтел. Тиханьк. Стелне и стельлюна. N. Стел ешчĕкки или стел сунтăххи, ящик стола. Н. Шинкусы. Стел сарми, скатерть. N. Стел çитти, скатерть. Регули 653. Стел çинче конта выртать. Ib. Стел айĕнчĕ выртать. Стел айĕнчен тортса кăлар. Бугульм. † Шурă пӳртре шурă стел.
çав
вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.
çав-çавах
в том же положении. Истор. Темĕн чухлĕ пурăнсан та, Иван тӳрленеймен (не исправился), çав-çавах хытă чĕреллĕ пулса юлнă (остался таким же жестоким). Баран. 86. Эпĕ нимĕн те курмарăм (не увидел), пĕлĕт çав-çавах уçă, пĕтĕм хир шап-шурă юр.
çавăр
(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.
çавăра
(с'авы̆ра), çавра (с'авра), круглый. Панклеи. Вăр çавăра куçлă хĕр, девица с круглыми-прекруглыми глазами. N. † Çӳл ту çинче виç хурăн, çулçи çавра, хăй сайра. Юрк. † Санăн çавра куçă кам çинче? Манăн çавра куçăм сан çинче. АПП. † Пăха (вар. пăхма) пĕлмен çавра куç, икĕ куçĕ хĕп-хĕрлĕ. Рак. † Ĕнтĕ уйăх çавра, уйăх çавра, ман пуçăмри хура çĕлĕк пек. || Круг (напр., в хороводах). Альш. Пĕр тĕми çинчисем тепĕр тĕми çине вăйă курма пек мĕн пек пулса каяççĕ пĕрле пĕр çавра (один общий круг) туса калама. Ib. Тăнă çавра çавăрăнса. Варринче, сак çинче сĕтел умнерех купăсçă ларать. || Кружным, окольным путем, не напрямки. КС. Çавра = тавра. Ib. Çавра каян çу хыпать. || Куплет песни. Пазух. Пĕр-ик çавра юрă, ай, юрласшăн, хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. Байгул. † Пĕр икĕ çавра юр юрласшăн, тăвансене кăмăлсăр хăварас мар. Альш. † Виçĕ çавра юрă юрласшăн, хăвараймăп тăванăн кăмăлне. Трхбл. † Пĕр-ик çавра юрă та, ай, юрласшăн, хăварас мар хуçанăн кăмăлне. [Çавра юрă — куплет или несколько куплетов в песне, — связанных по смыслу]. Ст. Дув. † Хамăр тăвансен килне килсессĕн, виç çавра юрă юрлассăм килет-çке. Ст. Шаймурз. Акă йысна патне килсессĕн, виç çавра юрра хĕрхенес мар. Шибач. Ик-виç çавра юрă юрлам-ха кайиччен. Сред. Юм. † Çавра йорй йорлар-и (пропоем один куплет), тăшмансĕне хорлар-и? || Раз. Т. VI, 63. Тата виç çавра юрлăр-ха (спойте три раза; так обьяснил КС.). Юрк. † Пĕр çавра юрласшăн, хăварас мар хăтам кăмăлне. Сĕт-к. Пĕр çавра йорласа илтĕмĕр. Г. А. Отрыв. Вилес умĕн вара çав чĕлхеç (старуха Чĕкеçук) виç çавра: „Ярантайăн ят юлтăр, Чĕкеçук карчăк тĕп пултăр“, тесе юрланă та, вилсе кайнă, тет.
çавăрăн
çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.
çавратинки
песенный припев неизв. знач. Самар. † Хусан шывĕ хура шыв, çавратинки, çавратинки, хура шыв.
çавтер
(-дэр), то же, что çав тери. Ск. и пред. чув. 82. Тăрса юлчĕ кăлăхах Сетнер çавтер чун савни, турă çырни ахăрах. Ib. 13. Çавтер аван мăшăра урăм-сурăм туй лартнă. Ib. 96. Эсĕ, çавтер усал хĕр, хура пӳртрех тип еппин.
çакă
(с'агы̆), вешалка; гайтан. Собр. † Кĕмĕл хĕрес, пăчăра çакă — пăрахрăн атте мăйăнтан. ЧП. Хура сăран çакки çук. N. † Хура сăран алсан, ай, çакки çук. N. Чĕре çакки, çу çакки, хĕрес çакки.
çаклан
(с'алан), зацепиться. Сюгал-Яуши. Пусма ман туратран çакланса çурла кайнă. || Приставать, привязаться. N. Мĕн усал килсе çакланасси пур мана? N. Темĕскер пулчĕ мана, эпĕ халччен чирлеменччĕ, пуç ыратат, шăмă-шакă ыратат, темĕскер çакланчĕ, тесе калат, тет. ЧС. Сунас пулман кăна (лошади), пĕр-пĕр урăх чир çакланнă пулĕ, терĕ. Кан. Лаша çумне тепĕр лаша çакланса пынă вĕсемпе. N. Чуна мĕн çакланмас. || Впасть. N. Эпĕ хуйхăпа асапа çаклантăм. || Попасть. N. Çĕркĕ патшанăн туй пулнă та, çавăльте çакланмарăм-и-ха (не попала ли туда), тесе калат, тет, тилли. Баран. 56. Иккĕш анчах шыва çакланайман, çыранран тӳрех лаши-мĕнĕпе чул çине персе аннă. Юрк. Эсĕ кунта мĕн ĕçпе çаклантăн? Ib. Тамăка çакланнă çынсем иккĕн, ĕлĕк пĕрле тус пулса пурăннăскерсем, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăннă савăнса калаçма. Ib. Унта пĕр вырăна (должность) çаклансан, çавăнта слушит тăва пуçлат. Ib. Ăнсăртран мана çакланчĕ те, халĕ те пулин ман çумра кушак çури пек йăпанса пурăнат. Ib. Тутар арăмĕ утилни (удельный) вăрманне вăрттăн каснă чухне ăнсăртран вăрман хуралçине çакланат. Ib. Эпир ниепле те судья камĕрне çакланаймастăпăр, тархашшăн епле çакланмаллине каласа парсамччĕ. N. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă хĕр, сарă хĕр, тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас. Дик. леб. 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? || Попасться. N. Опана çакланнă. Попался медведю. Якейк. Етменти Йăван çăрккаç плотнă çакланнă (= тытăннă). Орау. Пĕрмай пурнать халĕ, çакланмаçть. Пока ему все сходит с рук. Б. Яуши. † Карăш йăви картара, карăш пычĕ — çакланчĕ. || Чувствоваться. N. Хура вăрман урлă каçнă чух пăчăр тупрăм; пăчăрĕ çуна çине кĕреймерĕ, хул хушшине çакланмарĕ. (Шутка). || Выпасть. Альш. Малтан аслине çакланат, тет, сыхлама. || Заплетаться. Орау. Чĕлхи-çăвар пĕртте çакланмаçть ку çынăн (ловко говорит), кам-ши вăл? || Проникать, вливаться. Юрк. Вырăс чĕлхине çакланнă чăваш сăмахĕсем.
çап
(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.
çаптар
понуд. ф, от гл. çап. || Заставить стучать. Сред. Юм. Пôкан çаптарать. (Удары при гадании стулом). || Заставить отбивать (косу). N. Хăшĕсем пĕлтĕр çулнă çавасене тимĕрçе илсе кайса çаптараççĕ. || Наметывать (копну). Собр. † Утмăл купа утăра йĕкĕр капан çаптартăмăр. || Бить, сечь (розгами, кнутои), пороть. N. Пĕр ачине карта урлă каçнă чух хуçи уринчен ярса тытнă та, туртса антарса çапма тапратрĕ. Çаптарсан-çаптарсан, ачана киле янă. Симб. Атте вара мана çаптарма чарăнчĕ. Б. Яныши. Апи мана çаптарни. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ (бьют). Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне пĕççи айĕн çаптарса шатлаттарса илет те. N. Атте мана тата хытăрах çаптарчĕ (еще сильнее). Чăв. й. пур. 24°. Клавасем пырса пит хытă çаптарнă. Янтик. Çавăн матки паян ачине хытă çаптарчĕ. Скотолеч. З. Пушăпа çаптар (но тут же çап). ЧС. Вĕрентен тытса тăракан çыннисем луçа çавăта пуçларĕç, пĕри хыçалтан хулăпа çаптара пуçларĕ. БАБ. Амăшсем пит хытă тытса çаптараççĕ. || Бить масло (на маслобойке). Эпир çур. çĕршыв 28. Тата уйрăм кĕрпе çурмали арман пур, çу çаптармалли машшин пур. Пир. Ял. Пурте Çăл-пуçне çу çаптарма килеççĕ. || Парить (в бане). Орау. (Мулчара) Хветĕре çаптарсан, çан-çурăм канлĕ пулаканччĕ. || Набивать, запрашивать цену. N. Теçеттинине мĕн хакпа илетĕр? — тетĕп. Вунтăватшар тенке çаптарать. Ăçта кайса кĕрес тетĕн, илес пулать, тет. || Околачиваться. Янтик. Айта, çаптарса çӳрер-ха урам тăрăх. Ib. Наччас çаптарса килтĕм Иван патне. Ib. Ну паян кунĕпе çаптарса çӳрерĕмĕр хулара (погуляли весело, геройски, без всяких стеснений). || Придать ткани окраскою пестрый цвет. КС. || Сняться (в фотографии). К.-Кушки. Патрет (-рэт) çаптарса яр (карттăчкă çаптарса яр). Снимись и пришли портреть (карточку). N. Хам кĕлеткене çаптарса яратăп. || Обивать (чем). М.Тув. † Пирĕн Тумкă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. || Валять. Альш. Шап-шурă çăмран кăçатă эп çаптартăм. Ib. † Хура çĕленĕн тирне сӳсе илсе йĕпкĕн хура шĕлепке çаптартăм. С. Дув. † Хура çĕлен тирĕнчен хура шĕлепке çаптартăм. || Говорить смело, сказывать. Ст. Чек. Тутарпа вăл тутарла çаптарат, ирçепе ирçелле. Кан. Унтри çак сăмахсене çаптарнă пирки, ялсовет членне кĕме тивĕçлĕ çын мар. Ск. и пред. чув. 81. Хушăлкасен мăн-кĕрӳ, хăй такмакне вăл калать, хăй аллинчи сăрана тăка-тăка çаптарать. Слакбаш. Сăмах ункайĕпе çаптарат (или: çаптарса хурат). Задевает в речи попутно, проезжается (на чей-либо счет). Шурăм-п. Юмах та аван çаптарать (сказки сказывает). || Неосновательно возражать. N. Хăшин çинчен тӳрех: ним ĕмĕтленмелли те çукскер, тесе, çаптарса хунă. N. Сан пеккисемпе эпĕ калаçмастăп та! Тесе çаптарса хучĕ юлашкинчен. || Держать чью-либо сторону, стоять на стороне кого-либо. Тайба-Т. Хăй майлă çаптарат. Делает так, как ему выгодно. Кан. Пуянсем майлă çаптарма тытăннă. || Пропечатать, продернуть. Кан. Сан çинчен (о тебе) хаçат çине çаптарап. N. Тата каçет çине çаптарĕç. || Телеграфировать. N. Юпа тăрăнчипе çаптарса ярăр: ашшĕ сывмар, тесе. Трхбл. Телеграм çаптарас, подать телеграмму.
çаптаркка
набойка, печатание белого холста (способ, ныне уже не употребляющийся). Ст. Чек. Мăнтăр пусма, анĕ икĕ шит, çаптаркка пек хĕрлĕ, куçĕ хура. N. Пӳрт тăрринче çаптаркка кĕпе выртать. (Çăлтăрсем).
çара
(с'ара), голый. Г. А. Отрыв. Çара ура кĕллипе çӳреме йăлăхтарчĕ мана. Чураль-к. Уйра çара çатма ларĕ. (Йĕтем). Орау. Таçта тупнă (илнĕ) кăсем ку çара сыснасене. СТИК. Эй, çара çăвар, сан суеççӳ хыççăн кайса шыва кайса та вилĕн. Болтун, верь-ка тебе! Ib. Çара çăвар, сан çăмăлкăна кам пĕлмес. || Исключительно, один только, сплошь, в чистом виде; сплошной, чистый. Сĕт-к. Çара чăваш вĕренет. Учатся одни чуваши. Ск. И пред. чув. 59. Салтак картусĕ çара лапра çеç. Баран. 131. Çара хăй кăна тăм пит сайра пулать. Т. II. Загадки. Пĕчĕк пичче çара йĕп витĕннĕ. (Чĕрĕп). N. Вăл ялта çара чăваш пурăнать. N. † Çара порçăнран пиççи турăм, ĕмĕрлĕхе çыхма мар, наччаслăха çыхма. Собр. † Акка, санăн тухью çара кĕмĕл, мĕн тăрассине пĕлетре. КАЯ. Сăхманĕ çара юнлă сĕлеке (весь в кровавой слюне). N. Унăн ăшчикки çара çу. О сохр. здор. Хура-халăх çавăнпа çара çăкăр çинĕ чух вăрахăн çисе-çисе ларать. N. Поçĕ çара йон (чĕп-чĕрĕ йон, поçĕ йонлă). N. Çара сĕт, одно молоко, без примеси воды. Кратк. расск. Пĕтĕм ӳтне-тирне, çанне-çурăмне çара суран анчах туса пăрахнă. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Толст. Эпĕ халĕ ырхан, манăн çара шăмă анчах. Ой-к. Иван лаши çинчен сикрĕ-анчĕ те, курăка утмăл пăт туртакан хĕçпе касмала шăлчĕ те, çара (= пĕтĕмпе) хуп-хура юн пулса юхса карĕ, тĕт. Якейк. Пичĕ-куçĕ çара тосан. Шурăм-п. Хăй çара юн çех, тет. N. Çурăхсем çара тăм кăна киле тавăрăнатьчĕç. N. Çавăнпа çаран çара лачака кăна. Ст. Чек. Ку вăрманта çара юман кăна (состоит сплошь из одного дуба). Орау. Çара чей (без хлеба) хырăма выçтарать. Ск. и пред. чув. 18. Каçхи хĕвел ылттăн пек, йывăç витĕр курăнать; çара вĕçен-кайăк пек, унăн çутти вăйă вылять. Ярмушка-к. Пăхăртан тунă (çара пăхăрах). (Кумган) сделан из чистой меди. N. Çара кĕркунне варринче (в позднюю осень), йĕпе-сапа витĕр, Гай ятлă ял патнелле пĕр ватă çын çывăхарса пынă. || Поляна, луг на возвышенном месте. Пшкрт: тӧβӓрӓ с'ара. Ib. Мăн анаçи мăн çорлине контак çакса хуаратпăр, мăн çарари мăн çавине контак çакса хуаратпăр.
Çарăмсен
то же, что Çарăмсем. Карм. Çарăмсенĕн (река) кукри çичĕ кукăр, çиччĕ çаврăнасси час пулмĕ. АПП. Кăвакалĕ ула, мăйĕ хăла, Çарăмсенĕн савнă кайăкĕ. Сунч. † Кĕçĕн Çарăмсен (шыв кукри) леш енче йĕпкĕн хура учĕ кĕçенет.
çартлат
дребезжать, трещать. КС. Кĕсленĕн ука хĕлĕххи, каланă чухне кĕслене перĕнсессĕн, çартлатать или çарăнтлатать. Яжутк. † Хура тур лаши хартлатать, симĕс пĕкки çартлатать.
çат
(с'ат), подр. звуку хлопанья, звонкого удара. П. Патт. 16. Ыттисем вара кула-кула ал çупа пуçларĕç: çат! çат! çат! тутараççĕ. КС. Пĕççине çат çапа-тăра юлчĕ (или: шарт çапа, во время удивления). Якейк. Мана ати питрен çат! тутарса ячĕ. Ман ыратнипа кушшуль шăпăр-шăпăр йохса анчĕ. Ib. Хытă хотпа алăран çапсан, çат! тăвать. N. Çат та çат! тутараççĕ. Хлопают ладонью по голой голове. Ачач 59. Астумасăр Саньккан шурă тутăрлă пуç тӳпине йĕпе чăмаккипе çат! лектерчĕç. Тет. Хайхи тенкел (скамья для катанья) пуçĕ çĕкленчĕ те, мана тутаран çат! тутарчĕ. СТИК. Кантăра тылласан-тылласан, тата тылă çумне çат! çат! çапса хухнне тăкаççĕ. ТХКА 43. Тьыха нимпе те чарăнмасть. Шĕшкĕсем хама çат та çат! лекеççĕ. Сред. Юм. Пысăкрах хомсĕм лотка çомне çат, çат! туса пырса çапнаççĕ. Малт. шк. вĕр. физ. 105. Вăл вăхăтрах çат! тени илтĕнет. Собр. Çар çине çат, çат, çат! (Кĕпе çапни). Альш. Лашине çат тутарать (ударяет по лошади). Толст. Хуçа лашине пушăпа çат! тутарчĕ, тет. N. Вăрр, вăрр, вăрр, вăрр! çаврас пулать те, çат! тутарас пулать стена çумне (часы). || Подр. треску при раскалывании доски. Сред. Юм. Хăма çат! туса çорлать. || Подр. лопанью стеклянной посуды. Орау. Вĕри шыв ятăм та, стакканĕ çат! анчах турĕ (треснул). || Подр. звуку при падении. Якейк. Йăвăç тăрăнчен çĕре çат анчах персе анчĕ (о человеке). N. Ыйтсан-ыйтсан (когда отец просил), хĕрĕ çĕрне çат тутарса çĕре пăрахрĕ, тет. || Подр. быстрому появлению электрического света. Малт. шк. вĕр. физ. 107. Ӳтрен çат! туса хĕлхем (каçпа) тухать, вăл вăхăтрах электричĕствă тухнă тĕлтен тем тивнĕ пек ыратни сисĕнет. || Подр. плотному прикладыванию. Нюш-к. Пĕренесене пĕр-пĕрин çумне çат хурса тухнă (плотно). Альш. Кĕпе çан-çурăм çумне çап çыпçăнса тăрать (тарласассăн). О сохр. здор. Çав пирсем пит çӳхе, çип пĕрчисем пит çат выртаççĕ. Толст. Ман çийĕмри кĕпе-йĕм йĕп-йĕпе пулнă, ӳт çумне çат çыпçăнать. || С усилительной частицей ах(ех) — плотно. Орау. Луткана тĕп лартма малтан шӳтерсе сарăлтараççĕ те, тĕпне лартсан, каллех типĕтеççĕ, унтан вара çарти тĕпне çатах хĕссе хурать. N. Çатах çыпçăнса тăраççĕ (плотно). || Упорно. N. Çатах ман çине кăтартса тăрать (напр., свидетель упорно на меня показывает). || Дочиста. Рук. календ. 1908. Сĕте çилĕре çатах пĕтичченех сăвас пулать!
çемĕ
мотив, мелодия, гармония, строй, лад; порядок, способ, соответствие. Чигир. Шурă пĕремĕк шăл çемми, Собр. Куккăр çăка кут çемми. (Кăнчала йӳççи). КС. Паян нимĕр пĕçерсе патăм-ха, ват çынсене шăл çемми (подходное для зубов) В. Олг. Онтан кĕсле калат (сыграл) çармăç, пĕр çемĕ. Ib. Кĕсле çемми. Якейк. Копăс каланă çеммипа эп ташлама пĕлместĕп. Ib. Ачасам, ман мĕлле çемĕ калас (какой мотив сыграть)? Ир. Сывл. З4. Шăнкăлă-шанкăл хăрăк-марăк çемме майлă шăнкăлтатрĕ. N. Вĕсем ырă ăслă сăмахсем вĕрентсе хăварнă, юрăсем-сăвăсем, кĕвĕсем-çемĕсем каласа хăварнă, мухтав юррисем çырсă хăварнă. Пшкрт. Эп она çеме çартăм (= çавăртăм, уговорил), вăл апла туас çок ĕнтĕ. N. Вăрăç çапах хытă тăрать, чарнмали çемĕ те çук. N. Шăн-шак çемĕрен тохса.
çемçе
(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).
çепĕç
(с'эбэ̆с'), ласковый, мягкий, нежный. И. С. Степ. Çепĕç — „красноречивый, нежный, мягкий“. Юрк. † Савнă-ах та пуçăм, хура куçăм, калаçăрсам çепĕç чĕлхĕрпе. СПВВ. † Килекен тăванçăм килми пулчĕ, çавăраймăп-ши çепĕç чĕлхемпе. Ib. Çепĕç — çемçе: çепĕç чĕлхеллĕ, çепĕç калаçать, çепĕç тыткалать. Кан. Ха, епле вăл çепĕç. || Нежно. Чăвашсем. Çыннăн чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ еннелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана çĕмĕрлесрен хăраса епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пĕк çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек чысланса пурăнмалла пултăр, теççĕ. || Осторожно. Чăв. Ялĕ. Çи-виттине пĕр васкамасăр, çепĕç витме кирлĕ. СПВВ. Çăмартана çĕмĕрĕлесрен епле çепĕç тыткалаççĕ, çак çын чунĕ те çавăн пек çепĕç çĕре каймалла пултăр. (Говорят, бросая яйцо по смерти человека).
çеçке
(с’зс’кэ), цветок растения. СПВВ. КЕ. Çырла авăрисен, çырла пуласси çурăлсан, шап-шар чечек пулат, çавна çеçке теççĕ. Орау. Çеçкене кайсан, çеçкере савăнтар (пчел). N. Сатра çеçкесем çурăлчĕç. N. Çеçке хĕрри тăрринче. Микушк. Йĕтĕн çеçки, цвет льна. Тиханьк. Йитĕн кăвак çеçкея ларчĕ (лен зацвел). См. омма çеçки. П. Федотов. Пирĕн çуни çунатлă, çунат айипе çил вĕрет çеçке пек хĕрсенĕн кăмăльшĕн. С И. Иванов. Ултă уралă хуртшăн турра кĕлтăватăп, çеçке вăхăтĕнче çеçкерен çеçке çӳремешкĕн лайăх кун-çул пар. Çутт. 144. Чечек çеçкисем юр пĕрчисем пек вĕлкĕшсе вĕçсе анчĕç. Чертаг. † Сарă çеçкене ларнă хăяр тытăнать... Якейк. Хăяр пирн сар çеçкея тахçанах ларса. Ib. Кăçал хăяр çеçки лайăх та, хăяр та нумай. Орау. Хăяр сар çеçкенĕ ларнă (= чечеке ларнă, зацвел). Ib. Хăяр çеçке çулчи сарăхнă (кушăрканă, стали шероховаты). ЧП. Аслă çулăн икĕ аякки сар çеçке. Кĕвĕсем. Çĕмĕрт çеçки хăвана явăнать. Ib. Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать, вăрман витĕр курăнать. Сала Ib. Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат, çĕмĕрт çеçки çӳçене явăнат. Ала 105. Чĕн пушипа çĕре çапрăм, çĕр мана çеçке пачĕ, çеçкине вочаха хотăм: пот! терĕ, çат! терĕ. Абыз. Уй-уй урлă каçрăмăр, урпа çеçки çутипе. N. † Шап-шурă иккен çырла çеçкисем. Пазух. Çырла çеçке çурсассăн, килет парлак илемĕ. Альш. † Хĕрлĕ-хĕрлĕ пĕрлĕхен: çеçки витĕр курăнать. || Листья ягоды. N. † Çырли çĕре тивмерĕ, çеçки çĕре тивейчĕ. || Ботва, зелень корневых растений. Т. II. Загадки. Мучийĕ аялта, сухалĕ тулта. (Кăшман çеçки). В. Олг. Паранкă çеçки, побеги и ботва (то же и у огурцов). КС. Кишĕр çеçки, хăяр çеçки, улма çеçки (вся зелень картофеля). Çарăк çеçки, зелень репы. Ib. Çеçкене кайнă, (картофель) пошел в литвинью (отрицательное качество). Ib. Кăçал улман çеçки ытла вăйлă, çампа улми сахал. Сĕт-к. Омма çеçки, стебель картофеля с листьями. Завражн. Олма çеçки, росток, ростки картофеля. Абыз. † Пахчи-пахчи çĕр-улми, сысна çияс сасси пур, çийин-çийин çийи-ке, пире валли çеçки пур. Кан. Пĕр çеçкерен З—4 улма анчах тухать. Сятра: параҥгы̆ с’эс’кэ jарза лардат (или: шы̆дат). N. Улма çеçки, литвинья. Н. Седяк. Çеçкесĕр çарăк, хӳресĕр карăк. (Арман чулĕ). || В перен. см. СПВВ. ЕС. Çеçке = пит илемлĕ, тăваткăл питлĕ-куçлă çын. N. Хывнă чухне акă çапла каласа хываççĕ: эй тăванăм, çеçкем, хăçан курăшăпăр, хăçан пĕрле палашăпăр, хăçан калаçăпăр. || Яз. имя женщ. Рысайк. || Фамильное прозвище мужч. Козыльяр.
çеçпĕл
(с’эс’пэ̆л’), назв. раст., медуница. Зап. ВНО. Çеçпĕл çеçки, кăмака мелки (красавица, помелом писанная. Насмешка). Шарбаш., Хочехмат. Çеçпĕл = ĕшпĕл. (Сообщ. Н. Р. Романов). Нюш-к. Çеçпĕл, pulmonaria afficinalis. Ст. Чек. Çеçпĕл, синий. цвет; расцветает рано весною, иногда еще не сходит снег. Чув. пр. о пог. 432. Вăрманта çеçпĕл пит нумай пулсан, вăл кăваклă-хĕрлĕллĕ çитĕнсен, çав çул хура-тулă аван пулать. Если весною в лесу очень много травы „подлесника“ и цвет ее дойдет до голубокрасного (в это время она бывает в полном цвету), в этот год греча бывает хорошая. Изамб. Т. † Çавăрнатăр, пăхатăр: хам çех чипер, тиетĕр; санпа манăн чиперри кăвак çеçпĕл тăрринче. С. Дув. Çеçпĕл чечек тăканат, арман шывне пухăнат. Н. Седяк. Çеçпĕл появляется после колокольчиков, цветы с голубыми мелкими лепестками. || В некоторых говорах — листья травы снити. СПВВ. Çеçпĕл = серте чечекки. Орау. Çеçпĕл (снить) яшки какай ярсан славни пулать. || Листья травы „уй паранки“. Сред. Юм. Çеçпĕл тесе уй паранкин çиелте ӳсекен корăкне калаççĕ. || Фамильное прозвище. N. Çеçпĕл Мишши, чувашский поэт. (Умер в 1922 году на Украине).
çылăх
(с’ылы̆х), грех, погрешность. Орау. Апла ан калаç, çылăх пулать. СПВВ. Х. Çылăх, çывлăх. N. † Хура-хура хура-тул, çурри тухат хывăха (в мякину); çичĕ ют килне каякан, çурри тухат çылăхран (освобождается наполовину от грехов). Каша. † Мĕшĕн выляс мар, кулас мар? Çамрăк чух выляни çылăх çук. Собр. Вăрманта кирек мĕн тусан та, çылăх çук, теççĕ. (Послов.). N. Темиçе çул çынтан йăлăнса выртса, çылăхĕ те каçрĕ пулĕ. (Гов. об умершем). Ib. Çылăх çырмара, хурăнташ хурăн тăринче, намăс лапрара, теççĕ. (Послов.). || Грешно. N. Урайне икĕ пурне хулнăш пылчăк тулнă тесен те, пĕртте çылăх мар. В. Буян. † Эсĕ те пике хĕрĕ мар, эпĕ те улпут ывăлĕ мар, чуп-тусан та çылах мар.
çыр
(с’ыр, с’ир), обрыв, края оврага, яр, откос берега. Пазух. Çурхи шывсем юхать, çырсем юлать. ГТТ. Типпе юлнă (на низком сухом берегу) пристăнь çырта ларать. В. Байгул. Халăх çыр пек тăрат. Народ стоит как обрыв. (повидимому, соответств. русскому „стоит стеною“). Сятра. Пăраххот çаплах çыр панчанах карă (или: çыр çомăпа). N. Ахаль те тарăн çырсем, варсем тата тарăнланса юлчĕç. ЙФН. † Çыр хĕрĕнче çĕр çырли, пиçсе çитсен, çын курать. Ib. † Хура çыр хĕрĕнче хурăн çырли, пиçсе çитсен, çын курать. КС. Çыр хĕрне ан пыр, шыва кайăн. СПВВ. ЛП. Çыр = çыран. N. Атăл çырĕ, крутой берег, гористый берег Волги. Ёрдово. Çырма шывсем пурте пĕр шыв çине пухăнаççĕ те, вара çыр таранах шыв юхать. || Крутой овраг, по дну которого протекает ручей. Якейк. Çырта шăва кĕтĕмĕр. ||Берег. Якейк. † Çыран толли шу йохать, çырне йăвăр килмĕ-ши. Байг. † Атăлĕсем тулăх, шывĕ çыртан, ишес пулсан, епле ишĕп-ши? || Островок. Беляева. || Черта. Юрк. Ахтирекле вылянă чухне ачасем каçсан: çыр урлă каçсан тивертрĕ, теççĕ.
çыр
(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.
çыру
(с’ыру, с’иру), scriptio, scriptura, письмо, писание. Шел. П. 63. Тутар çырăвĕ пек çыруллă, пысăк чулсем выртаççĕ (лежат плашмя). С. Айб. Çук, эпĕ çыру вулама пĕлместĕп. Сенчук. Хамăр ялсен, ай, ачисем çыру çыран тиек пек. Юрк. Эпĕ çыру таврашне вулама ӳркенместĕп, çыру кĕнеке мар. Ib. Армана пынă чăвашĕ çыру пĕлекен çын пулнă! N. Çыру ярах тăр. Почаще пиши (из письма). N. Час-час çыру яр. (Из письма). N. Çырап çыру юратса, шурă хута хуратса. N. Ман çырува илетни, çук-и? Çырса яр. Юрк. Мĕншĕн çыру ямасăр тăратăн? Ib. † Хамăр ялăн ачисем çыру çыран тиек пек. Орау. Йăванăн çырăвĕ килнĕ. Пришло пнисьмо от Ивана. N. Ванюкăн çырăвĕ çук (не шлет писем): вилнĕ пулĕ, теççĕ. N. Елекка çырăвĕ (от...) пур-и, çук-и?. N. Çакă çыруран сывă юлатăп. N. Çыру ăшне канверт чиксе яр. КС. Сана çыру килнĕ. На твое имя получено письмо. N. Василийрен çыру илеп, эпĕ те ярап. N. Çыру ямастăр вуç та. Совсем не пишете. N. Апрелĕн 27-мĕшĕнче çырнă çырăвăртан урăх çыру илмен. N. Çыру ячĕ те, хăйне курса калаçнă пекех пулчĕ. ТХКА 25. Кăвак хупăллă çыру. Кан. Çырăва ăста вăл. Он мастер писать. N. Çыру вĕççĕн калаçас вĕçне юлтăмăр. N. Çеркейĕн вилнĕ çыру килчĕ. Пришло письмо о смерти Сергея. || Ученье; грамота. ЧС. Эпĕ ĕнтĕ халĕ çапла, çырува кайман пулсан, киреметсенчен пĕчĕккĕ чунехи пекех хăраса пурнăттăмччĕ, тесе шухăшлатăп. N. Килес çул кай çырува. N. Мана, çыру пĕлмен çынна, тепле çырмалла. N. Çырăва каякан ачасене килĕшӳсĕр ан çӳретĕр. || Буквы, письмена. Юрк. Ку çырусем вырăсли пек мар. Н. Якушк. Шурă хут çине çырнă хура çыру (письмо, буквы). || Записка. N. Çырупа укçа пуçтарса çӳрет (о нищем и пр., на бедность). || Рукопись. N. Ку çырусене (рукописи) эпĕ пит нумай çынсенчен ыйтса çыртăм эсĕ хушнипе. || Чертеж. Баран. 147. Кун пек план çинче çурт вырăнĕ пĕчĕкçеççĕ тăваткал çыру пулса ӳкет. || Обыск (предбрачные документы при церковном браке). Цив. † Пупран çыру илместĕр, хĕрĕр тухса каяс пек (готовится). Собр. † Хапхăр умне шăлма атьăр (идемте), курăк шăтса тухас пек; çыру илсе хумастăр, хĕрĕр тухса килес пек. Богдашк. † Çыру туса памастăр, хĕрĕр тухса каясшăн. || Кон, предел, межа, черта. Изаиб. Т. Малтан çыру çыраççĕ. Унтан кам малтан пемеллине шăпа тытаççĕ (в игре). Ib. Кукăрта (чижик) çырăва кӳртсен. || Судьба. Собр. † Пăхăрсамăр турă патĕнчи çырăва, чун патĕнчи тăвана уйăрат.
çырă
(с’ыры̆), темноватый; каштановый (о волосах). Трень-к. Шорк. Çырă, каштановый цвет волос. Ерк. 10. Кăтра хĕриллĕ çырă çӳç, тăрăхла тĕксĕм хура куç. СПВВ. ВА. Çырă çын, русый. ЙФН. † Вăрман урлă каçрăмăр çирĕк çинчен куç каймарĕ; çакă яла çитрĕмĕр, çырă хĕр çинчен куç каймарĕ (не мог оторвать глаз). || Шатен(-ка). ЙФН. † Ай çыр аки, çыр аки! хамах çырă тесе, ăва (= ума) тухса ан тăр-ха. Санăн çырру çĕр çырли. Ст. Ганьк. † Вăти касра çичĕ хĕр, çиччĕшĕ те çырă хĕр. Ib. Çырă хĕре кам савĕ? Савсан, савĕ çырă ача. Г. А. Отрыв. † Çырă варли ӳстертĕм, çерккăл (зеркало) çине пăхтарса. Бгтр. † Пирĕн пахчара сакăр хĕр, сакăрăш те сап-сарах, эпĕ илесси çырăрах, çырăрах та хурарах. Орау. Çырă çын — ни хура, ни сарă çын. Хурамал. Çырă — почти темный, переход от „сарă“ к „хура“. Ib. † Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, çыртăр турă пĕрле пурăнма. || Пепельный, пепельного цвета. Уганд. || Ачач 50. Таса çырă куçĕсем. || Кличка собаки. Коснары.
çырла
(с’ырла), ягода. N. Эпĕ, пăхсан, илемлĕ, çисен, тутлă çырла пулăп. Юç. такăнт. 33. Эсĕ халь çырла пекех-ĕç. N. Çырли нумай та, çĕр сахал. Чăв. к. Çĕрти, çĕрти çырла шăрçа пек. С. Дув. † Хамăр савни çырланăн курăнать, те чун савса кăмăл кайнăран. N. Эпĕ вара киле тавăрăнса çырла чĕресси хатĕрле пуçларăм. Дик. леб. ЗЗ. Елиса çырларан тавăрăнакан пĕр карчăка тĕл пулать. N. Вĕсем, эпĕ çырла тупасран, мана кунта исе килнĕ. Çĕнтерчĕ 11. Асту, хура куç, çырла пит! Сĕт-к. † Çĕмĕрт мĕншĕн коллянать? Çырли хора полнăшăн. ЧП. Çырма тăрăх каяр çырлана. Сред. Юм. Çырла пик хĕр тесе пит таса, илемлĕ хĕре калаççĕ. Ib. Çорконне-кĕрконне, ăшă кôнсĕм пôлсан: паян çырла пиçет, теççĕ. КС. Çырла ачисем, дети, собирающие ягоды.
çырлахтар
понуд. ф. от гл. çырлах, совершать моленье. КАЯ. Çырлах, Пит-тури киремет; çырлах, аслă кĕлĕ; эпир, этем ывăлĕ-хĕрĕ, санне пурне те ăçтан пĕлсе çитерес? Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар. Амĕн (аминь), çырлах, амĕн, çырлах, амĕн, çырлах. (Молитва в тайăн сăра). Ходар. Кайран вара вăл киремете ним парса та (никоим манером) çырлахтараймăпăр, тесе хисеплеççĕ (т. е. того, как киреметь испугается свиньи или поросенка, которых не допускают близко во время варки тăйăн сăра. См. сысна). Никит. Шыв тытнине пĕлсен, ăна парне парса çырлахтарнă. Шинар-п. Вара пирĕн апи кайса çырлахтарнă та, вăл вара сывалнă. КАЯ. Çапла Сурăм киреметне çырлахтарсан, виç кунтан атте Чистай уестине суккăр хĕр патне кайрĕ. ГТТ. Çуса силлентермелле, пусса пĕçерсе пĕтĕмпе çырлахтармалла, алă валльипе çырлахтармалла; час пулмас. Шурăм-п. Петтĕр ашшĕ чассальнăксем умне кулачă татăксем хуркаларĕ: вĕсене те çырлахтарасшăн. Ib. Хура Йăван арăмĕ тĕлĕксене пĕлет: Петтĕр амăшĕ пек тӳме илсе пырса парсан, ăна çывăрнă чухне пуç айне хурать. Вара çырлахтармалине пĕлет. Болезни. Хаяр киреметсене темĕн чухлĕ çырлахтарса çӳресен те ним усă кураймăн. СЧЧ. Пичче хай вуç çырлахтарасшăн тăрăшмаст (не заботится о том, чтобы умилостивить божество жертвою), хăй пырĕшĕн тăрăшать. N. Çав йĕрĕхе кашнă çол çĕн-çынсем кайса йĕрĕхе çырлахтараççĕ. Она шу çолĕ поçлаттарнă чох сăрапа-çӳхӳпе кайса: йĕрĕх çырлах, теççĕ. || Погубить. Ст. Чек. Çапах та пусан çырлахтартăм (погубил человека через проклятья, через злых духов). СТИК. Çавăнтах çырлахтартăмăр вара: шыва ывăтрăм та, панчалт! туса анса карĕ. || Помирить, примирить, привеста к согласию. Орау. Страшнике пĕр тенкĕ укçа парса, çур штав ереке ĕçтерсе аран-аран çырлахтартăм (избавился от него). Сред. Юм. Пачăшкасĕм тôр шывĕпе çӳренĕ чôхне, çирĕмшер пус илетпĕр тесе, манран та çирĕм пус ыйтаççĕ; вăнпилĕк пус парса арран çырлахтарса ярап. Яргуньк. Эп ăна кайса çырлахтартăм та, те пуçлать ĕнтĕ урăх, те пуçламасть. Покончнл было с ним примирением, но не знаю, возбудит ли он снова процесс или нет. || Убивать. Юрк. Еркĕнĕ мĕн туса пăрахрĕ, икĕ пуслăх наркăмăш илсе çырлахтарчĕ (вĕлерчĕ, его). Халапсем 27. Хăр патра çывăрма кĕрекен çынсене эсир çапла çырлахтаратăр иккен?!
- çи
уменьшительная частица, употребляемая в песнях вм. слов: çеç, çех, кăна, только. Г. А. Отрыв. † Хĕр-çи лайăх теиса (= теейсе) пĕр хĕр çумĕнчех ларас мар. Илебар. † Пирĕн кин-çи пуласси. Кильд. † Ати улĕ сарă ул, эпир сар хĕр шыраса çак-çи яла килтĕмĕр. N. † Ку-çи туя кайиччен, ут çитарма каяс мĕн. Синьял. † Хам пĕчикĕ пулсан та, хам-çи куçран пăхтартăм. КС. Иксĕмĕр-çи пĕрле пурăннă чух мĕшĕн пирĕн савăнас мар? Ала 30°. † Шуç-çи йĕвен кăмăльне чĕн-çи хăмăт тăхăнтартрăм; чĕн-çи хăмăт кăмăльне хура пĕкĕ эп кӳлтĕм. Собр. † Ачам, сана мĕн парам-ши: пĕр-çи карта лашам пур, сана халал пултăр-и. N. † Пирĕк инке ăçта-çи.
çи
(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.
çитер
(-дэр), понуд. ф. от гл. çи; кормить, выкармливать, питать. N. † Чохăн çын хĕрĕ полтăм та, тем чол çына çитертĕм. Изамб. Т. Эпир майĕпе çитерсе Елчĕк хирнех тухса кайрăмăр. N. Çитиччен, эсĕ ăна хурусене çитерсе яр. НАК. Туйя кӳлсе каяс лашисене ашшĕсенчен вăрттăн утă пăтратнипе, сĕлĕпе çитерме пуçлаççĕ (ребята, парни). Бгтр. Ялта чăвашсем выльăх çитерме хупнă чухне ахаль тӳрех хупмаççĕ. Ст. Шаймурз. † Йĕпкĕн хура лаша эп çитертĕм, ĕнтĕ сутмалăх мар, кӳлмелĕх. Ау 43. Тетĕш (старший брат) ухутана кайсан, йинкĕш çитерекен ăйрине çапса вĕлерет. Кан. Лаша ситермелле кайнăскер, вăрманта васкамасăр ĕçлерĕ.
çи
(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.
çинче
(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.
çинчен
вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.
çи-пуç
внешность, наружность, внешний облик, одежда. КС. Çию-пуçу хуп-хура. Ib. Çина-пуçна тирпейлĕ тыт. Ib. Çийăнтан-пуçăнтан пахса пĕлĕç. Чăв. й. пур. 30. Çине-пуçне юрăхлă тумтир тăхăнман. КС. Çию-пуçун ним тирпейĕ те çук. Кратк. расск. 16. Çине-пуçне тирпейлесе, ырăрах тумтир тăхăнтартнă. Ерк. 11. Ашшĕне çеç калать — ыйтнийĕ пулать, çийĕ-пуçĕпе пĕрле кăмăлĕ те тулать. О сохр. здор. Çи-пуçпа урасене пĕр-пĕр япала тăхăнса тухма кирлĕ. М. Тув. Тумкă лаши — тур лаша, çийĕ-пуçĕ çара шуç. ЧС. Пуçра сывлăх пулсан, çи-пуçшĕн çын вилмеçт. Ib. Ырă пурнăçпа пурнаймарăм, çия-пуçа ырă тумтир кĕмерĕ, çын çине нумаях хутшăнаймарăм. || Одежда (то, во что одет). Городище. Ку çи-пуçпа çын куç умне курăнма намăс. Н. Исаково. Пирĕк хуçа майри пит лайăх çын: çи-пуçа та çусах парать. Наша хозяйка славный человек: стирает нам и белье. Ала 88°. Ачи-пăчисене çи-пуç тумлантарма та çук пулнă вĕсен. N. Çи-пуç нумай юлнă. N. Вăл халĕ те, пĕр тăлăха пăхса, çине-пуçне тирпейлесе пăхса усрать. N. † Лайăх çын ачине кам юратмĕ çине-пуçне лайăх тăхăнсан. Шел. II. 59. Çи-пуç та лайăх. Альш. Тумланнă лайăх: çире-пуçра — сукна, карттус, атă. Яргуньк. Çийăмра-пуçăмра татăк çук, ыр çын куç умне тăрăп. (Алшăли). Беседы на м. г. Куланай та, хырăç-марăç та парас пулат, çие-пуçа та питĕрес пулать (одеваться), çурчĕ-йĕрĕ те кирлĕ. Изванк. Çийă-пуçă аван пултăр. Одежда и внешность была бы приличноЙ. Ib. Ай-ай, апай, ай! апай, эсĕ нуммай çи-пуç туса, мана хĕрхенсе нумай усă эсĕ турăн. N. Çине-пуçне çĕтĕк-çатăк çакса çӳрекен. ЧП. Çийăр-пуçăр ыр улпут пак.
çил-ту
или çӳлĕ ту, назв. большой горы на земле дер. Кĕçĕн-Мӳкӳшкел, б. Бугурусл. у. около реки сăркăт. || Микушк. Çил-ту или çӳлĕ ту, буря. Собр. † Уйра ларан хыт-хура, çил-ту пычĕ тайăлтарчĕ; пирĕн пек çамрăк ачисене ялти куштан тайăлтарчĕ. Срв. çил-тăвăл.
çимĕк
(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.
çимĕçлĕх
то, что может пойти в пищу. Собр. † Шур-Атăл хĕрринче ларнă чух шур пулăччĕ пирĕн çимĕçлĕх. N. † Хура вăрманти хур-кайăк — хурчăкана çимĕçлĕх; ватă-вĕтĕ авлансан, яшки кĕрейми (чит. яш-кĕрĕме) çимĕçлĕх.
çинçе
(с’ин’з’э), назв. старинного чувашского праздника. См. Магн. М. З5. Рекеев. çинçе. (Вăл) вунçиччĕ çапсан пуçланать (когда долгота дня 17 часов), вуник куна пырать; в это время всякие земляные работы, не только пашня, но и распахивание огородов, рытье ям, воспрещалнсь (çĕре тапратмалла мар пулнă); хĕрлĕ, кăвак улача тăхăнмалла мар, шурă тăхăнмалла, хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар. Юрк. Пирĕн ял çула, çимĕк иртсен, пĕр эрне хушши „çинçе“ тăват. Çав çинçере çынсене нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, ахаль анчах тăма хушаççĕ. Ялта кам-та-пулинскер пĕр-пĕр ĕç ĕçлесен, тырра пăр çапат, е урăх тĕрлĕ пĕр-пĕр сиен пулат, теççĕ. Авă çавăнпа çав çинçене тĕттĕм халăхсем питĕ хытă сых тытса тăраççĕ. Çав çинçере хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнтармаççĕ. Пурте шур кĕпе тăхăнса, хăйсем пеккисемпе пĕр çĕре пуçтарăнса, кам-та-пулш пĕр-пĕр ĕçлемес-ши, е тата хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнса. Çӳремес-ши тесе, ял тăрăх пăхса çӳреме каяççĕ. Иначе снимают с него, а одетых в красное и синее обливают водою. N. Çинçе бывает после троицы. Çинçене кĕнĕ, çинçе каласа çӳренĕ (обьявляли, чего нельзя делать во время çинçе). ДФФ. Çуракине пĕтерсен, ик-виç эрнерен çинçе праçникне тăваççĕ. Вăл праçнике пĕтĕленнĕ çĕре хисеплесе тăватьчĕç. Çинçере çĕре сухалама, тăпра чавма, çĕре шалча е юпа лартма юрамасть, тетчĕç, кăвак кĕпе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнмастьчĕç. хуралтăсем тăрне улăхма чаратьчĕç, хĕрарăмсем хура кĕпе-йĕме çума каймастьчĕç. Ib. Вăл праçнике (т. е. çинçене) пĕтĕленнĕ çĕре (беременную землю) хисеплесе тăватьчĕç. Шурăм-п. Çинçе чухне вылясан, кулсан, шăхăрсан, купăс-мĕн каласан, тырă пулмасть, теççĕ. Ск. и пред. чув. 70. Икĕ пĕр пек пĕрлешсен, шеп те пулĕ туй! теççĕ: çинçе хăçан çитĕ-ши? епле вăхăт ирттерес. Сред. Юм. Çулла, пĕр-ик эрнене çинçе чараççĕ. Он чохне çĕр чавма, тăла пôсма, кĕпе çума, тирĕс тăкма, тăта ытти ĕçе те тума йорамас. Ib. Майпа июнь уйăхĕнче çинçе чараççĕ. Ун чôхне çĕр чавтармаççĕ, тăла пôстармаççĕ, тирĕс тăктармаççĕ. N. Унтан тата, çимĕк иртсен, икĕ эрне çинçе праçникĕ тунă (делали); ун чух вăл праçникре нимĕн те ĕçлемен, çывлăх (= çылăх), тесе. Н. Седяк. Çураки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чавма хушмаççĕ, çак çĕр чавма юраман вăхăта „çинçе“ теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ. Собр. Çинçеччен çум çумласассăн, пăр çапат, тет. Çум çумлакан çыннине аçа çапат, тет. Тюрл. Ыраш пуç кăларнă вăхăтра стариксем пĕр çĕре пухăнса ана çине кайса пăхаççĕ. Кайса килсен, старастана: ĕнтĕ ыраш пуç кăларать, çинçе тăвас, теççĕ. Çав çинçене вăсем хисеплесе икĕ эрне ним тумасăрах ирттерсе яраççĕ. Çум çумлама та, тирĕс тăкма та, çĕр чакалама та хушмаççĕ. Çав ĕçсене тунине курсан: эсĕ халăх хушнă пек тумастăн, акă вăйлă çăмăр, е пăр çуса кайсан, сана халăхсем парĕç, теççĕ те, ĕçлеттермеççĕ. Кăвак кĕпесене те çума хушмаççĕ, кăвак кĕпесене çунине курсан, пичĕсенчен кĕпесемпе çапкаласа пĕтерсе, кĕписене çырмана пăрахаççĕ; сарă хӳрисене хĕретме те хушмаççĕ, хĕретнине курсан, сарă хӳрисене илеççĕ те, çырмана юпа çине çакса хурса, памаççĕ. Çула вăйлă çăмăр е пăр çуса кайсан: ку хĕрарăмсем çинçене хисеплемен пирки пулчĕ, тесе, вăрçаççĕ. Çапла вара вăсем йăвăр ĕçсене ĕçлемесĕр ик эрнене ахалех ирттерсе яраççĕ, Т. IV. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. (К этому КС приписал: пуçаххисем выçă пулаççĕ). Симб. Çимĕкчен виçĕ кун малтан çинçе праçникĕ пулать. СПВВ. ИА. Чăвашсем тырă шăркаланнă вăхăтра çинçе ятлă праçник тăваççĕ. См. çинче.
çип
(с’ип), нитка. Шорк. Çип, нитка (род. п. çипĕн — с’ибэ̆н’, дат. — вин çипе — с’ибэ). Альш. Ăна (т. е. маратана) та йывăç хулăсенчен тăваççĕ, мунчаларан, çипрен мар. N. Пĕр ӳкемре тăватшар çипĕн икĕ вунна. Пĕтĕмпе пĕр ӳкемре сакăр вуннă (80 ниток). Сред. Юм. Çип, çиппĕн (çипĕн), çиппе (çипе). Ib. Эп паян ик йĕке çип арларăм; ко эрнере пôрĕ вонпилĕк йĕке арларăм. Ib. Çип кăçтан çинçе, çавăнтан таллат (= татăлать): мĕн порĕ те (всего на все) пĕр ача çиçчĕ, ô та пôлса вилсе выртрĕ (и тот помер). Ib. Çиппе (пряжу) кăмакана хăвсан, саралнă пулсан: пиçнĕ, теççĕ, саралман пулсан: пиçмен, теççĕ. ЧП. Шурă мамăк çиппи. Пус. Инки! инки! шур çип кĕпи тĕртсе пар. СТИК. Кăçал сӳс ăнмарĕ: пĕрте çипе пымаст (авăрланă чух кĕскен-кĕскен туртăнат). К.-Кушки. Çип туртса тухнă, сметано (сшито) на живую нитку (на живушку). Ib. Пиншака çип туртса тухни-ха эс? Сметал ли ты пиджак? N. Çип татма та вăй юлмас; До того обессилеешь, что не можешь перервать нитку. N. Урлă çип (при тканье — нить утока). Бгтр. Çип хывнă (сначало было написано „хунă“) чух сарă çын пырсан, çип лайăх пиçет, теççĕ; хура çын пырсассăн, лайăх пиçмеçт, теççĕ. Ягутли. Хĕрарăмсем кăнчала арлама пăрахса çип çума тытăнаççĕ. Якейк. Çип çăмхаласа пĕтертĕмĕр те-хе, комман-ха. Ib. Çип çăмхалама пуçларăмăр (кăшкар çине). Кăшкар çине çамхалаççĕ, комаççĕ, колчалаççĕ, кĕр виттĕр илеççĕ, хĕç виттĕр илеççĕ, куç хăваççĕ, тĕртеççĕ. Кищаки. Çип сарри кăларни. (Малтан çип çине вĕри шыв яраççĕ, унтан кайса кивеççĕ. Это же в Яншихове назыв. çип сурчăкĕ кăларни). Ib. Çип пĕçерни' или 'Çип хывни. Малтан кĕллĕ шывпа йĕпетеççĕ те унтан кăмакана улăм сарса, кăмакана пăрахаççĕ е чӳлмекпе лартаççĕ; сахал хутăр чухне хуранпа та пĕçереççĕ, пĕçернĕ çиппе кайран çăваççĕ. АПП. † Хамăра курайман тăшмансен, çип пек çинçе çĕртен татăлтăр. || Шнур. Альш. Çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ лартса кайнă вăл хурăнсене (березы посажены совершенно прямыми рядами). || Отвес. Мыслец. N. Çип — тӳрĕ йĕр ӳкерекен хатĕр.
çип-çĕлен
красный тонкий червь, длиною от одного до полутора вершка; водится в болотах. Б. Аккоз. Çип-çĕлен çын ăшне кĕрет теççĕ; нумайăн кĕрсен, çынна вĕлерме те пултарать. Ст. Чек. Çип-çĕлен, червячок, неболыной, тонкий, живет в стоячей воде; попав в тело человека, вызывает опухоль. Слеп. Çип-çĕлен орана сăхать, тирет, шыçса каять (т. е. нога); орашне (= ора ăшне) шăтарса кĕрет. ДФФ. Тата ăншăрт ӳкнипе, çил хаярĕ ленкнипе, ие çыпăçнипе, е çип-çĕлен кĕнипе чире каять, тесе ĕненетчĕç. КС. Çип-çĕлен лаша хӳринчен (из конского волоса) пулать, теççĕ: урана кĕрсе каять те, ура юхакан пулать, теççĕ. Хурамал. Çип-çĕлен ăшăк шывра пурăнать. Вăл шурă, çип пек пулать, çурă аршăн тăршши; пĕр шит тăршшисем те пулаççĕ. Вĕсем çырмара хур-чĕпписем ăшне кĕреççĕ; хур-чĕпписем вара нумай пурăнмаççĕ, вилеççĕ. Шывра çӳренĕ чух çын урине кĕрет, теççĕ. Вăл ӳт ăшĕнче çиялтан кăна çӳрет. Ăна вара чăхха пусаççĕ те, чăхă ӳпкипе çавна çыхаççĕ; çип-çĕлен пулсан, çав ӳпке ăшне тухать, теççĕ.
çирĕк
(с’ирэ̆к’), ольха. ЩС. Чертаг. Хора çирĕк, черная ольха, шорă çирĕк, белая ольха. СПВВ. КМ. Çирĕк = хура хăва. Г. А. Отрыв. † Лапă айĕнчи çирĕкĕ, каснă чухне хĕп-хĕрлех, касса пăрахсан шуп-шурах. Юрк. † Çирĕк тĕпĕ — çырла шыв. Ст. Ганьк. † Тытăп, терĕм, çирĕкрен, хурама туя хуçăлчĕ. Мусир. † Çирĕк юпа пултăм та, уй юпине юрарăм. Хурамал. Çирĕк турта! (Так называют вспыльчивого человека). Ib. Çирĕк турта! Кăшт каласанах çиленчĕ. (Çирĕк пит час хуçăлать, çирĕке кăшт хаярсассăнах хуçăлса каять. У др. кĕске турта).
Çиçтĕпе
назв. селения Систеби, Урмар. р. См. çиçпе. Сред. Юм. † Çиçтĕпе ачн — хура ача, вăя тухман, мансăр пуçне хĕр курман (кроме меня ни одной девицы не нашел). || Назв. леса. Хорачка. Çиçтĕпе (с’ис’тэбэ).
çит
(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.
çитсе
достаточно. Баран. 149. Россияра ( = Раççейре) тырă-пулă пулакан хура тăпралă çĕр пит нумай, анчах ӳсмен хăйăрлă путă хир те çитес.
çичĕ
(с’иџ̌э̆, с’иζ’э̆), семь (употребляется только как определение). Шел. 16. Шурă акăш пулчĕç те, çичĕ тинĕс леш енне вĕçсе карĕç виççĕш те. Альш. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн: ан касăрсем çичĕ пуртăпа. N. Ваттисем çичĕ сыпăка çитмесĕр хĕр (невест) парса хĕр илмен, тиркенĕ. АПП. † Самара кайрăм саккăрпала, çичĕ çитмĕл (семь раз семьдесят) хĕрсем пур тесе. N. Çичĕ çухрăм, семь верст. Лашм. † Хура кăтра çăрхисем çăрхаланине çичĕ çунатлă кайăксем çитеймеççĕ. Т. VI. 49. Çавна та кала пĕлменни çичĕ те пиллĕк (т. е. 12) курка ĕçмелле. N. Çичĕ тинĕс сутти (scr. тин-тин сутти), за тридевять полей. ЧП. Çичĕ тăван хушшинчен турă мана хурлăха çырайчĕ. Ib. Çичĕ хурăн. Сред. Юм. Чăвашсĕм: тĕнчере пирĕн çĕрсĕр пуçне тăта çичĕ тĕнче (семь миров) пор, теççĕ. Менча Ч. Çичĕ тĕслĕ (семи родов) тыррăм-пуллăмпа сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Моленье). Торп-к. Ĕлĕк пĕр çын пуян пулнă, тет, çавă пуян вилнĕ, тет те, ăна путармашкăн çиче ял çынĕ пуçтарнă, тет. Альш. † Ах тетĕçĕм Ехрим, çитмĕл пуян ăшĕнче çичĕ пуян тетеçĕм. N. Çичĕçĕр сакăрвунă икĕ çул, 782 года. Н. Тим. Çичĕ çырминче çеçки пур та, çырли çук.
çу
масло, жир. Календ. 1903. Çу уçлама хура алăпах (с грязными руками) пикенеççĕ. В. Олг. Орен (орэн) уçласан, çу ӳкет (сбивается масло). N. Ăна кашни кунах вулатăп та, чун пĕтĕмпех савăнса каять, пĕтĕм ăшчик çу пик ирĕлсе каят. N. Пĕре сехрине хăпартрĕç те (пугнули), пирĕн улпут кайран çу пек пулчĕ (стал как масляный, т. е. ласковый, мягкий). Бел. Гора. † Çу пек çемçе аллăмпа тытса пăхайăттăм (девушек). Сред. Юм. Пирĕн ĕç халь çу çинчи пик пырать. Наше дело на мази („как по-маслу“). Ib. Тунă ĕç çу пик. Кильд. Чĕлхи-çăварĕ — çу тути. Ее речи приятны как масло. Чураль-к. † Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тохать. Собр. Нумай калаçса çу тухмаст, теççĕ. В многословии пользы нет. (Послов.) Юрк. Нуммай калаçсан та, çу тухмас-тăр çав. Собр. Хĕре чи первей венчет туса кил-хушши алăкĕ патне çитсессĕн чăкăтпа çу çитерсессĕн, хĕрĕ çу пек пулат, теççĕ. С. Алг. † Сĕтел лартса çу хуракан, ут куçĕ-тĕр (надо: вут-пуççи-тĕр) унăн чĕрисем. Пазух. Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Янорс. Ураписене çу сĕрсе (подмазав) хатĕрлесе лартрĕ. Альш. † Эпир усала кайсассăн, тăшман çĕççи çу çинче (т. е. враги будут очень рады). || Сало, жир N. Çу нумай хывнă чĕрисене. Бюрганский. Манăн чĕре эсĕ çу хывнă пекех пулчĕ. Ты влил отраду в мое сердце. Юрк. Ăшăмра пĕр пĕрчĕ çу юлмарĕ-тĕр. Я совсем истосковался, высох от горя. ЧП. Çак тăвансем аса килсессĕн, ирĕлмĕ-шин чĕренĕн çăвĕсем (не растает ли жир сердца, т. е. не буду ли я томиться тоской). Альш. † Йĕрсе, хуйхăрса ан тăрăр, хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ. Собр. † Ушкăн пыран кайăк-хур, çуначисем вĕçĕнчен çу юхат. N. Пирĕн чĕре çумĕнче пĕр чĕрĕк те çу çук-тăр. || Скоромное. В. Олг. Эс паян çу çиетĕн-и? Ешь ли ты сегодня скоромное. (То же у КС). Тораево. Çула çупа пурăнать, хĕлле типĕ. (Какая-то загадка).
çу тĕпĕ
вытопки (остатки от вытопки масла); кушанье из толокна, замешенное на вытопках. Альш. Çу тĕпĕ. Çу шăратнă чух çиелтен пуçтарса илнине, тĕпĕнчен хырса илнине тулă çăнăхпе çăрса кăмакара пĕçереççĕ. Янтик. Çу тĕп тесе, çу шăратсан, тĕпне шурă пекскер юлать, çавна калаççĕ; тата çав çу тĕппех тинкле çăнăхĕ (-х’) ярса тунă апата калаççĕ. Сред. Юм. Çу тĕп тесе, çу ирĕлтерсе ярсан, тĕпне юлакан уйранĕ çине тинкĕле çăнăхĕпе юрнă нимĕре калаççĕ.
çу
(с’у), мыть. Ядр. † Хура-курак тăриччен хуран çуса çаксассăн, пирн атине эс юрăн. N. Пите çăл вăлашки çинче çурăм. Я умылся над колодой у колодца. Орау. Алла юрпа çурăм. Я руки вымыл снегом. Ib. Çума карĕç! Cunnos lavatum profectae sunt. (De mulieribus dictum est, quae lavandi causa ad flumen descenderant). Якейк. Кăмакаран каларсан, çип çума каяççĕ. Ib. Эп ăна çума кайма чĕнтĕм. Ib. Мĕн час эсĕр çип çуса килтĕр-ке? Янтик. Ку хурине (черные пятна) çуса ярас Ib. Çак тĕл-тĕл хурисене çуса ярас. Эти пятна надо смыть. Тораево. Çуса та яримăп, шăлса та яримăп. (Какая-то загадка). N. Чăнах та эсĕ кунĕпех çуман питĕпе (неумытым) çӳресшĕн-и? N. Ĕнтĕ виçĕ уйăх ырăн (= ырран) пит çуса та корман, икĕ уйăх çут-çанталăка тохса çӳремен. || В перен. смысле. N. Кĕпӳ арки вараланнă, çуса ярсам. Альш. † Ман çылăха кам çăвĕ? Кам тупакан çав çăвĕ. (Хĕр йĕрри). || Умываться. О сохр. здор. Куçĕ пăсăлнă çыннăн ытти çынсем çăвакан пит çумаллинчен (из умывальника) çума юрамасть. || О слезах. N. † Эх мăнтарăн самани, мĕшĕн куççулĕпе пите çумалла пулчĕ-ши! || Подмазать, дать взятку. N. Эпĕ ăна çурăм (устроил дело).
çуса кай
выпасть (о снеге, дожде). Çутт. 46. Акă нумаях тăмĕ, сивĕтĕ, юр та çуса кайĕ (выпадет снег). Ib. 52. Ирхине эпир тăнă çĕре юр çуса кайнă. Утром, к тому времени, как нам встать, выпал снег. Якейк. Паян çăмăр лайăх çуса карĕ (шел недолго, как бы мимоходом). N. † Шурă юр çуса килет-çке, шур юпăнчă пирĕн çук. || Наносить. N. Тата вăл хăйăрлă çĕрсенче хăйăр çуса каясран чарса тăрать.
çук
çок (с’ук, с’ок), несуществующий; часто передается русским нет. КАЯ. Çук вăрманта, шăтман хурăн кутĕнче çуратман мулкачă выртать. (Из наговора). ТММ. Тăван анне пек шанчăклă тус çук (с русск.). Изамб. Т. Эпĕ ик-виç кун йĕре-йĕре шырарăм; çук, тупаймарăм (нет, не нашел). N. Кунта та ыриях (= ырриех) çук. И здесь ничего хорошего нет. Регули 536. Çок, эс мана олталимăн! Нет, ты меня не обманешь! Якейк. Конта мана çиман çынĕ çок. Здесь обо мне все злословят. N. † Пирĕн улăхра (чит. улахра) Якку çук, куçа-куçăн пăхасси çук (вар. мăйăр чиксе тухасси çук). N. Пирĕн валалла ĕмĕтленмели çок ĕнтĕ! (Гов. старик о своей дальнейшей жизни). Нюш-к. Ним çукран (от нечего делать) нимĕр (или: ним çукран нимĕр çиес. Поговорка). Регули 356. Эп пытăм онта; старик килте çокчĕ (старика не было дома), вăрмана кайнăччĕ. Ib. 405. Вăл паян чӳркӳре çокчĕ (чуркӳре корăнмарĕ). Ib. 421. Онта утсам çок, онта пăлансам анчах. Ib. 423. Эп çок полăп онта (у др. эп унта пулмăп). Ib. 27. Эп паян каймаллаччĕ, утсам çок полчĕç (не случилось лошадей). Ib. 1230. Халь окçа çок полчĕ (не случилось денег), эп она ӳлĕм килме каларăм (велел). Ib. 45. Онта нимĕн çок пăхмалли. Там смотреть нечего. Баран. 100. Типĕ кунсенче ĕççыннине унсăр пуçне (без овощей) пурăнма та çук. Вомбу-к. † Тохас текен хĕр пор-и, илес текен ачи пор, лаç пор, лапас пор, ут çок та пӳрт çок. (Авалхи туй юрринчен). Кан. Вĕллесенче пыл çителĕклĕ çук пулсан, хуртсене сахăр шывĕпе тăрантмалла. Слакбаш. Унта йытти те çук! Там нет ни собаки! (т. е. нет никого). Изамб. Т. Сирĕн ĕçĕртен те çук, вăййăртан та çук. У вас нет ни работы, ни игры (ни уменья играть). N. Ура-алăсем, пилĕк-çурăмсем пĕрте çук (т, е. болят, отказываются от работы). || Пустой, ложный. Собр. Пире курайман тăшмансем çук сăмахсене пур тăваççĕ (измышляют ложное). || Не стоит. Орау. Ăна тумаллăх та çук. Ib. Унта калаçмаллăх та çук. Ib. Ăна памаллăх та çук, час паримасть вĕт вăл калле (не скоро отдаст). || Употребляется во многих чувашизмах. Орау. Кăçал çуркунне тырă пулмасть, тесе, никам та калас çук (никто не скажет). N. Вĕсем тӳрленесси çук ĕнтĕ. Им уже не исправиться. Юрк. Вăл туман пулсан, эпир нимĕн те тăвас çук. Кабы не он, мы ничего бы не поделали. N. Кăнтăрла ăсене те тухма çук, пире те тухма çук. N. Илессӳ çук эс мана. Ты меня не возьмешь замуж. Регули 379. Эс она йăтас çок. Тебе его не поднять. Ib. 75. Эсĕр ĕçлес çок. Вы не будете работать. Ib. 70. Манăн паян ним те ĕçлес çок. У меня сегодня нет никакой работы. Ib. 76. Эп ĕçлес çок конта. Я не буду здесь работать. N. Хăйсем тăранни çук, варланни, путни анчах. Они не наелись, а только перепачкались и перевязли. Янтик. Ман кунта никампа калаçмалли те çук. Мне здесь не с кем говорить. Ib. Ман кунта ним сăмахламалли те çук. Мне здесь нечего (не о чем говорить). Ib. Ман кунта никампа калаçма та çук. Мне здесь не с кем и поговорить (ни с кем не надо говорить). Якейк. Ман паян ниста та каймалли çук. Я сегодня никуда не должен итти. Ib. Нистан та ман окçа илмелли çок. Мне неоткуда взять денег. Ib. Ман никам патне те тохса çуремелли çок. Мне не к кому сходить. Сред. Юм. Эс хôлана амма каян? — Ахалех, корма çиç каяп.— Корма çиç каяс пôлсан ôнчол çӳресси те çôк (нечего и ходить, нет необходимости и итти). Чăв. и. пур. З. Эрех пулсан, пурте пулать: çука та пур тăваççĕ, курнине те курман пулаççĕ. N. Вуник тенкĕсĕр çук. Дешевле 12 руб. не окупишь. Без 12 руб. не обойдешься. N. Манан конта никампа поплесе кăмăла оçма (развлечься) та çок. ЧС. Халь курас килет те, халь çук ĕнтĕ курмалли. Пазух. Эп вăрмана карăм çук (не хаживала), кукăр йывăç касрăм çук (не рубливала); эп усала карăм çук (не выходила), усал çумне выртрăм çук (не лежала). Усал çумне выртиччен, ыррăн ури-вĕçне вырт. Орау. Вăл ахаль калаçать, унăн ăна тăвасси те çук. В. С. Разум. КЧП. Мĕн туса çӳрен унта (зачем ты будешь ходить в школу), вĕренессӳ çук сан (не будешь учиться), эсĕ ахаль ĕçрен таратăн. N. Ырă йывăç усал çимĕç кӳни çук. Не бывает того, чтобы хорошее дерево принесло дурные плоды. Ау 169. † Шурă хăва каснă çукчĕ (не случалось рубить), ывăнтарчĕ хулсене; йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене. Собр. Кирек те хăш пӳрнене çыртсан та, ыратмасăр çук (непременно заболит), теççĕ. (Послов.). || Нельзя. N. Çырмалли тата нумайччĕ, анчах кунта нимĕн те çырма çук. Альш. Унтан вара Пукрав ерни тухмасăр ниçта кайма та çук. N. Унта каймасан çук. Нельзя не пойти туда. N. Малашне те çапла пулас пулсан, пĕтрĕн вара!... кăна мĕнле те пулсан тумасан çук (как-нибудь да надо сделать). Орау. Ачи аван вĕренет, ятлама çук. Мальчик учится хорошо, похаять нельзя. Коракыш. Хамăн каймасăр çук-ха, хамăн каяс-ха. Мне необходимо итти (туда) самому. Убеева. Манăн вĕренме каяс килет, анчах аттесенчен иртме çук, тет. Кан. Ача-пăча кĕнекине кун пек йăнăш ярса тултарнине чăтма çуках (нельзя выносить). О сохр. здор. Ĕçлекен çыннăн канмасăр пурăнма çук (без отдыха нельзя жить). N. Курăса (курса, курс) никам аллине пама çук (поручить некому). Альш. Тырă пулнă кăçал калама çук аван (несказанно хорошо). || N. Сан тăшманусем пултарас çука шухăш тытса тăраççĕ. || Недостаток, нужда. ЧП. Эпĕ çамрăк пĕве ӳстертĕм çук та пур хушшинче. N. Çук пирки тарăхса пурăнаççĕ (бедствуют). || Бедный, неимущий. Хора-к. Пор поршăн коллянать, тет, çок çокшăн коллянать. Ск. и пред. чув. 71. Анчах асту: Михетер хĕрне памаст çукалла (в бедную семью). N. Тăван-йыш, хута кĕрекен хуйхăлă чух пулăшать, çука пани вĕсенчен те ытла çĕклет. N. Çуксем, бедняки. || Бедность. ТММ. Çукăм çукпа пултăр, пуррăм хампа пултăр. Ib. Пуянлăхăм пур, çукăм çитмест. (Поговорка). || Пустяки. Юрк. Унта çукпа кун ирттерсе лармалла тăватăн (заставляешь проводить день за пустяками). Ib. (Хаярскер) вĕсене те хăш чухне çукшăн (из-за пустяков) ятласа пăрахат. Орау. Çукпа хăтланмаçть. Пустыми, бесполезными делами не занимается. Ib. Çукпа çӳремеçт. За пустяками не гонится. N. Епле эсир мана çукпа йăпатасшăн? N. Ĕçсĕр ирттернинчен ытла тата çука калаçакан, тĕпчесе çӳрекен пулса каяççĕ. N. Мана курма тесе кĕрекен çука калаççĕ.
çул
çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).
çулăн
встреч. в некот. оборотах. ЧС. Хура пус çулĕн (в тот год, когда поле лежало под паром) унта (т. е. хире) час-часах выртма каятпăр.
çул
çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.
çуя куни
(-н’и), замыкающий обоз, последний в обозе. N. † Аслă çулпа аслă апус килет: тимĕр-кăвак учĕ çул пуçĕ, йĕпкĕн хура учĕ çул куни.
çул-çапа
не ошибка вм. çулçипе? Юрк. † Атăл варринчи шурă хăви, çуркуннене çитсессĕн, пĕр çул-çапа вăл пăхат (надо: пур çулçине вăл пухать? Солд. п.).
çулçă
(с’улз’ы̆), дорожка. Альш. † Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм, çеçен хирте çулçăсем (так!) нумайран. См. çул хыв.
çол тыт
путеводить, показывать дорогу. Якейк. Çол тытасси йăвăр поль. Ерк. 69. Ула лаша çул тытать, хушка лаша çул пăрать; хура утсем юрталлă, пирĕн юрă ытарлă. Хурамал. Çул тытакан лаша çултан пăрăнмасть.
çул хыв
прокладывать, торить дорогу. Тим. † Хура вăрман ăшне çул хыврăм, аслă урамра çулсем нумайран.
çулан
маслиться. Юрк. Ни çăвĕ ирĕлмест, ни икерчи çуланмаст. Султангул. † Тутам-çăварăма шăла-шăла шурă алшăлли çуланчĕ. || В перен. смысле. Якейк. Чĕлхи-çăварĕ те çуланса карĕ (= пакарти хĕрнĕ, пит калаçакан полнă; о пьяном). Ск. и пред. чув. 73. Икĕ пысăк кăмака, тĕрлĕ апат пăсланать; ялти тантăш-тăвансен тута-çăвар çуланать. Ib. 48. Куçĕсем хĕрлĕ, çуланса кайнă (стали масляными). || Облизываться. Альш. Кашкăр пулла çисе ярат, тет: çулантăм-пăхрăм — çулă пулчĕ, тутантăм-пăхрăм — тутлă пулчĕ; тата парччĕ, тилĕ тус, тесе, калат, тет (волк). Рак. Урам тăрăх шăши çуланса çӳрет. (Эрех ĕçнĕ çын). N. Мур кушакки, епле çуланса ларат.
çумăр
çомăр (с’умы̆р, с’омы̆р), дождь. См. çăмăр. СТИК. Тен çумăр çăват-и кĕçĕр; пĕлĕтсем хура-хура туха пуçларĕç. Смотри, как бы сегодня дождь не пошел, все собираются черные тучи. N. Икĕ уйăхран (через два месяца) аслă вăйлă çумăр килчĕ. ЧС. Вара аслати авăтăрĕ (= авăтрĕ) те, шултăра çумăр ячĕ, кĕтӳ те кӳртĕрĕ (= кӳртрĕ). N. Çумăр çумаллипе çăвать. Дождь идет все сильнее и сильнее. Янш.-Норв. † Çумăр килет хуралса, вăрман çине шуратса. ТММ. Мана кĕтеççĕ, эпĕ тухатăп та, тарса пытанаççĕ. (Çумăр). Зап. ВНО. Çумăр юхтарса çăвать. Идет сильный дождь. Ib. Çумăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать. Шурăм-п. Çумăр çӳпçерен янă пек çурĕ. Ib. Унччен те пулмарĕ, пĕр хĕринчен (с одного края горизонта) çумăр кăвакарса тухрĕ. Изамб. Т. Çумăр çуса иртсе кайсан, когда выпадет (или выпал) дождь. Регули 1367. Çомăр чарăнсанах, кайрĕ. Ib. 1080. Çак çомăрта порте йĕпенчĕç. Этот дождь помочил всех. Ib. 1061. Çомăртан (лапраран) каймарĕç. Не пошли, так как был дождь (была грязь). Ib. 806. Çомăр çуни лайăх мар. Ib. 412. Ыран çомăр полĕ (пожалуй будет). Ib. 410. Ĕнер-çомăрччĕ. Вчера был дождь. Сятра. Çомăр кĕрсе карă, тет, Холă кап çомăр çоат, тет. Ib. Кăнтăрлаки çомăр ниме те йорачас, тет (типсе каят), каçхи çомăр анчак калчая йорат. Ib. Ирек корак кăçкăрсан, çомăр полат, тет. Ib. Ой, чивер çомăр çоат, тӧр çомăр. N. Паян çумăр çĕре витерчĕ пулĕ (промочил небось). N. Çумăр витерчĕ мана паян (дал знать). N. Уяв вăхăтĕнче çумăршăн (чтобы выпал дождь) чӳк тăваççĕ, вăл чӳке ачасем тăваççĕ. Ст. Шаймурз. Иртнĕ çумăра юпах тьыхапа ан хăвала, теççĕ. (Послов.). Череп. Çумăр çапса çăват (хлещет). Ib. Çумăр тĕтет (льёт во всю). Ib. Çумăр çунтарат („жарит“). N. Пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Пурăнсан-пурăнсан, вăсен ача çуралнă. Вырăс йăлипе, пачăшкă хушнă тăрăх, вăсем ăна тĕне кӳртме чӳркӳве кума тупимасăрах кайнă; ялĕпе те пĕр çын тупиман, мĕшĕн тесен, кума пулас пулсан, чӳркӳве каймала: чăвашсем унта хăшĕ ĕмĕрĕпе иккĕ анчах кайнă: тĕне кĕме, вилсен. Кусене хирĕç пĕр шап-шур сухаллă пуçтаракан старик тухнă та: ăста каяттăр? тесе ыйтнă. Лешсем: ача тĕне кӳртме каятпăр та, пирĕн кума çук. Эсĕ пулмăн-ши? тенĕ. Старик хавас турĕ, ачана тĕне кӳртрĕç. Ача çитĕнет. Пĕре урамра выллянă чух, унтан пĕри: сан пуск-аçу кам? тесе ыйтнă. Лешĕ: пĕлместĕп, тенĕ. Юлташсем пурте кулса ячĕç. Ача вăтанса пӳрте кĕчĕ; амăшĕнчен: ман пуск-атти кам? тесе ыйтма тапратрĕ. Амăшĕ ăна мĕнле тĕне кӳртнине каласа кăтартнă. Вара ача ашшĕсенчен вăрттăн пуск-ашшĕне шырама кайрĕ. Çулпа утса кайнă чух, вăл пĕр хутаç çакса хирĕç пыракан старика курнă. Старик унтан: ста каян, тесе итсен, вăл: пуск-атти патне каятăп, тенĕ. Пуçтаракан: сан пуск-аçу эпĕ, ман пата пырас тетĕн пулсан, куçна хуп, тенĕ. Ача куçне хупрĕ. Уçсан, пĕр пит кетмер пӳртре тăнине курчĕ, тет. Пыск-ашшĕ ăна хунь пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет. Пĕр пӳлĕмре ача ала çинче такана ларнине курчĕ. Патнерех пырсан ала витĕр пăхрĕ те, халăх хĕрсе тыр вырнине курчĕ. Вăл халĕ пĕлĕт çинче пулнă. Ача тĕлĕнсех карĕ. Астумасăр такана çине пусрĕ те, таканари шу тăкăнчĕ-карĕ, ала витĕр юхса çумăр пулчĕ. Халăх хыпаланса кĕлте йăтма тапратăрĕ. Ак мĕнтен пулать çумăр. Б. Олг. Витререн (каткаран) çунă пак çурĕ çомăр. Ib. Тата вăл çомăр витрех вуртарчĕ. Кроме того, он заставил в дождь жать хлеб. N. Вăрман хыçĕнчен çомăр хăпăрать. Из-за леса идет сюда дождик. КС. Çумăр ӳккеле пуçларĕ (накрапывает), сăрат (кладку) тăвар. Артюшк. Çумăр чарăннччен, кунта кĕтсе ларар-ха! Спшрак. Эпĕр конта ларнă чох (пока мы здесь сидим), каллах çомăр çума поçланă. Сарат. Çумăрăн хӳри кăна çакланчĕ. Дождь задел только краем. Ib. Çумăр çитсе çапрĕ. Нагнал и вымочил дождь. Бюрг. Кураксем кранклата пуçласан, çумăр тухат, теççĕ. N. Çумăра яман накидкă. || В перен. смысле — о плачущем. Сред. Юм. Çумăр çăвать! (Йĕрекен çын çинчен калаççĕ). СТИК. Пĕр ушкăн çумăр çуса карĕ (т. е. он поплакал, пролил слезы. Гов. о маленьких).
çумĕр чӳкĕ
назв. моления о дожде. N. 1906-мĕш çулта, майра тăваттăмĕшĕнче, çумăр чӳк турĕç. Чиркӳлĕ Аччара çумăр чӳк Çавал шывĕ хĕринче турĕç. Акă ун çинчен мĕн калаç: кашни килтен çăмарта, çу, кĕрпе, çăкăр-тăвар пухрĕç. Вĕсене пухса пĕтерсен, шыв хĕрринче пăттине, çăмартине пĕçереççĕ. Пур çимĕçне пĕçереççĕ те, унтан чăркуççи таран шыва кĕрсе тăраççĕ. Хуранне икĕ ват çынна тыттараççĕ, хуранĕ çурри шывра. Унтан темĕскер каласа чӳклеççĕ. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ, чӳк апачне унта çияççĕ те, пурте шыва кĕпи-йĕмĕпех сикеççĕ. Унтан иртсе пыракана курсан, уна та шыва тĕртсе яраççĕ. Çав уйăхрах 7 числара Катекре те çумăр чӳкĕ турĕç. Катекри çырман пĕр енчи туман, пĕр çути тунă, çăмарта икĕ çĕр пулĕ, кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ. Попечитĕлствă чарма тăрăшнă та, халăх пушшех урса кайнă. N. Пирĕн Çĕрпӳ хулинче, Мами вулăсĕнче, Ачча приходĕнче çумăр чӳк тăваççĕ. Ачисене ваттисем хушаççĕ. Вара ачасем çăнăх, кĕрпе, çу, çăмарта пуçтарса çӳреççĕ, унтан пĕçереççĕ. Пĕçернĕ чух та ачасене çерçи чĕппи илме яраççĕ. Ачисем çерçи чĕпписене илсе пыраççĕ, хăшне шыва яраççĕ, хăшне яшка çине яраççĕ те, унтан, çимелле пулсан, тĕслĕрен курăк татаççĕ те, шыв хĕрне лартаççĕ. Вара яшки пиçсен ялти ватă стариксене, юмăç-карчăксене чĕнеççĕ те, сăрт çине шыв хĕрне яшкине йăтса каяççĕ. Унтан вара ват стариксем, юмăç-карчăксем çĕлĕккисене хул-хушшине хĕстереççĕ, чӳклеççĕ. Яшкине, пăттине, çерçине, çăмартасене, пашалусене çинĕ çĕре пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те — пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. Шур тăхăнма юрамасть, тет. Вара, пурте пухăнса çитсен, апат çияççĕ. Апат çисе тăрансан, шыва сикеççĕ. Тата хăшĕ сикмесĕрех тараççĕ те, вара вĕсене виççĕн-тăваттăн хăваласа тытаççĕ те, тӳрех шыва утаççĕ. Хăшĕ çапах тарса хăтăлаççĕ. Вара шывра кăвакал пек лапăртатаççĕ. Мами вулăсĕнче Шăхасан приходĕнче çаплах тăваççĕ.
çун
çон (с’ун, с’он), гореть. Чураль-к. † Чăл-чăл çунан вут çутти, катаран курнан вут çутти. Ib. Шел-квар çунса выртать, тимер сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă. Регули 315. Çортасам çонаççи? — Эп онта чохне çонатьчĕç. Ib. 354. Эп пыриччен çоннăччĕ. Сгорело до моего прихода. Ib. З55. Эп пырсан, çончĕ (çонниччĕ). ФТТ. Çуннă япалана çисен, упа тытмасть, тет. (Поверье). СТИК. Мĕн шăрпăкĕ илмелле, пирĕн вучахра вут çунах тăрат вĕт (беспрерывно горит). П.-Пинер. Çунайăрçинччĕ вут çинче. Сгореть бы им (врагам) на огне. Форма грамматически неправильна; надо: çунайрĕçинччĕ или çунайĕçинччĕ. N. Ăнсăртран çунса-туса кайман пулсан. N. Пирĕн ял икĕ аяккипех çунчĕ. Вут тухрĕ те, ялĕпе çунса кайрăмăр. N. Кам арки çине вут ӳкет, вăлах çунать, теççĕ ватă çынсем. Альш. Улăм çунса тухат та, кăмаки умне ӳкет. Огонь, перебивается по соломинкам и падает у печки на пол. || О погоредьцах. Земл. Пирĕн ялсем çула çунса çунаççĕ, вĕсем: хăçан вут пулнине астумастăпăр, теççĕ. ЧП. Эпĕ пиччепе çуна туртса килтĕм те, çуннă çĕре кайрăм. Ib. Çынсем, çунсан, тырă пухса çӳреççĕ, эпир те çавсем пекех хутаçсем çакса çӳрĕпĕр çав. Бес. чув. 5. Пĕрре, çула, вĕсен ялĕ çунчĕ-кайрĕ. Изамб. Т. Епле, пирĕн хурăнташсем те çунни? — Павăл пултăру çунчĕ. || О хлебах (в жару). N. Тырăсем çунса карĕçĕ кунта. || О ярком блеске. Сред. Юм. Çôнса тăрать. Так говорят о блестящих предметах (гиперболическое выражение). Ал. цв. 6. Вăл хĕрлĕ хĕвел пек çунса йăлтăртатса ларать. Сред. Юм. Çунса тăрать (очень изящная вещь). || О сердце. С. Айб. † Ĕнтĕ ăшăм çунат, ăшăм çунат, çулăмсăр çунакан та кăмпа пек. N. Манăн чĕре çунса тухать саншăн. N. Ман ăш пĕтĕм çонса ларчĕ. || Употребл. в бранных выражениях. Буин. Çунтăр-и алтуйăву. Ну ее к чорту, твоею тросточку (с’ореть бы ей). Изамб. Т. Çунса каяшшĕ (çунашшĕ çунса кайманă), таçтĕлте чупса çӳрет! Чорт его знает, где он бегает. (Брань). Череп. Эх, çуннă (или: çунса кайнă) япала! (Брань, относящаяся к человеку, или к вещи; говорится когда что-нибудь не ладится, не выходит). КС. Çунса кайтăр! Ну его к чертям! (Гов. о предмете, которому не придают важного значения). Кама 48. Ку çуннă саманипе туйне те тăваймăн ĕретлĕ. Рак. Çунса кайтăр çанталăкки, пĕртте латти çок. Чтобы чорт подрал эту погоду, она никуда не годится! || Пригорать (о кушаньи). N. Пашалу пичĕсем çунаççĕ, || В различных перен. выраженнях. Изамб. Т. Çунса тухнă (бедственную) пурăнăçа кирек мĕн чухлĕ ĕçлесен те çитереймĕн. Ib. Вутсăр çунманă (не сильная брань). Ib. Эпир вутсăр çунса тухнă. Наше положение ухудшилось ни с того ни с сего. N. Мĕн пур пурăнăçăм манăн çунса кайрĕ. N. Юлашкинчен вăл Ольгăнăн çунса кĕтсе тăнă ĕмĕтне (пламенную надежду) çитернĕ. || Топиться (о печке). Орау. Кăмака çунать-и? Топится-ли печка? Ib. Кăмаку çунса пĕтри? Протопилась-ли у тебя печь-то? Ib. Пĕр кăмаки çунса пĕтменччĕ те: хуп еппин ăна, терĕ (сказала). N. † Мулча хĕрсе çунат-çке. Баня топится во всю. || Быть палиму солнцем. Утăм. Çунса выртан хура пусса пуян валли алтать вăл тарăн. || Горевать. ССО. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем малашне çын сăнне ан курайччăр, шăтăкрах выçăхса çунса вилччĕр. N. Вĕсем çунса ирттернĕ. Они уже пережили все свои горести. Ст. Чек. Çунат-ĕçке çак тăлăх хĕр (горюет, терпит разные невзгоды). N. Ну, ачам, мана çунма нумай пулчĕ. N. † Хĕре çамрăкла парайса: хыпса çунтăр, терĕр пуль. ЧП. Выртса ĕçрĕм ăшăм çуннăран. Ib. Ут пыраймасть çумăр та, ай, çунăран, ай, çунăран; эп юрлатăп ăшăм, ай, çуннăран (от тоски). N. Ĕлĕк выçăпа çунса çӳрени те çитĕ. Достаточно того, что и раньше маялись голодные. || Беспокоиться, заботиться. N. Çапла вара арăмĕ килте çунса тăрать, упăшки ăна пĕлмесĕр укçине салатать. Орау. Саншăн çунсах ӳкрĕ ку, кĕт, килсĕн (= килĕсĕн)-килмĕсĕн! Будет он о тебе горевать, жди! Ему всё-равно, придешь ты, или нет, N. Çунса, чупса çӳрерĕç. КС. Эп ун ачи-пăчишĕн ĕçлесе çунса пурăнтăм. N. Мĕнле майпа та пулсан укçа тупса пуясшăн çунаççĕ. Чураль-к. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек; çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. (Из наговора). Орау. Эпĕ уншăн пит çунмастăп. || Сильно хотеть. N. Çавăн пекех арçыннисем те, хĕрарăмпа пурăнас йĕркене пăрахса, пĕр-пĕрнипе аскăнлăхшăн çунса пурăнчĕç. N. Эпĕ санăн хыпарна питĕ пĕлесшĕн çунса тăратăп. (Из письма). N. Пурне те пĕлесшĕн çунса тăр. Букв. 1886. Ытла курасшăн çунаттăн, еппин хай нушана аранах куртăн пулать-ха. Кан. Ялти хресченсем маневăрта кам парăнтарассине пĕлесшĕн питĕ çунаççĕ. Ала 8. Эпĕ сана питĕ юрататăп, манăн чунăм пит саншăн çунать. || О жажде. Орау. Çунать вăл, çунать ĕçесшĕн. N. Манăн çунса тухас пек ĕçес килет. Меня томит жажда. N. Шывшăн çуннă çын (жаждущий). Ст. Чек. Шывшăн çуннă. || В перен. знач. N. Чунăм шывсăр ĕнтĕ çĕр пек саншăн çунать. Янтик. Ах, çав ухмахсем! иккĕшĕ те пĕр хĕршĕн çунса çӳреççĕ, тепĕр хĕр çук-ши кăсен валли ниçта та? || Стараться. Кан. Халĕ кружок членĕсем вилнĕ поетсен пултарулăхне сăнас тĕлĕшпе çунса ĕçлеççĕ.
çунат
çонат, крыло(-ья). Ст. Шаймурз. Кайăк-хур çунатне кассассăн, çитмĕл çиччĕ илме юрать, тет. Икково. Çонатту, твое крыло. Пазух. Икĕех те çунат тăвăттăм, вĕçсеех те пырса курăттăм. Альш. † Чĕкеçсем вĕçеççĕ çӳлелле, çуначĕ тĕпĕсене хытарса. N. † Аннен хĕрĕ полаччен, шăнкăрчă чĕппи полас мĕн, çонат çапса йорлас мĕн. (Хĕр йĕри). || Плавники (у рыбы). Юрк. † Шурă Атăлпа пулă ишет-çке, çуначĕсене шыва хумасăр. N. † Атăлта шур пулă ишет-ĕçке, икĕ çуначи юлат каялла (вар. çуначине шыва хумасăр). Чертаг. Çôнатти (с’онаττиы), боковые плавники рыбы. || Листья (капусты). Мусир. † Йăран-йăран купăста, хура çунатне усса ларать. N. † Пахча кăна пахчала, шур купăста çунатсене хуçмасан, пуç пулмаç. Пахча çич. 4. Купăста виçĕ çуната ларсан, ăна куçарса лартма юрать. || Крестообразная часть вороб. Юрк. Арăм йывăççи çуначĕ. || Карниз строений. Б. Яныши. Çорт çонаттисенчен томла йохать. Слеп. † Кăвик-кăвик кăвакарçăн, ыр çын сарай çонатти айĕнче. || Помощь, подмога, опора. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем, çунатăмсем, тата тепре куриччен йĕр те тӳс. Рак. † Тăванăмсем, çунатăмсем, çул кăтартса кăларса ярăр-и, кил тĕлне лайăх тупмашкăн. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ, тăванăмçăм, çунатăмçăм, тепре курса калаçиччен йĕр те тӳс. || Отвод (саней). Н. Карм. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас! Шел. 166. Темĕн чухлĕ сип-симĕс çунатсемпе витĕнеп. (Гов. „хĕвелçавнăш чечекĕ“, т. е. цветок подсолнечника). || Крылья мельницы. Шибач. См. арман. Якейк. Çонат вала çаврат. М. Тӳпт. Çонат чос, доски крыла мельницы. || Нарост на ногах лошади. Курм. Лаша орисенче, пĕрер кашнĕнче, пĕчик муклашка пак хăпарса тăраççĕ, вăсана çонат теççĕ.
çур
(с’ур), разрывать надвое, разорвать. N. Вилнĕ çыннăн кĕпине хывса илмеççĕ, çурса кăлараççĕ. Чăвашсем 26. Унтан вара çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. N. Эпĕ кĕпене туратран (за сук) çаклатса çуртăм. || Распороть. N. Пулла çур. Бес. чув. 11. Пĕр йывăр çыннăн хырăмне хĕçпе çурса янă. || Разбивать (голову). Абаш. Конта ӳксе, поçна çорăн! (напр., на льду). Б. Яуши. Ача хăвăртрах пуçне тата икке çурса пăрахрĕ, тет те, хуçана тăратма карĕ, тет. || Колоть, раскалывать, пилить, рвать вдодь. Тăв. 14. Унтан лăпсăркка сар чечеклĕ аккас, чаршав пек яр уçăлса, çинçе пилĕклĕ пуп хĕрне çурса кăларчĕ (вдоль). Ib. ЬI. Анаткас пуянлăх пит аван курăнать. Пурин те çурса тунă ампарай, пахчинче хăмла, пыл-хурчĕ. Кратк. расск. 9. Тепĕр кунне ирхине ирех тăнă та, вутă çурнă. Çутт. 42. Атте авăн кăмакине çурман юман вутти пăрахрĕ. || Окучивать. Альш. Унтан ăна (картофель) çумлаççĕ, çум вăхăтĕнче суха-пуçпе çураççĕ. Ямаш. Пирн паян омма çормала та-ха (соха пуçпе копаламалла). || Размывать. N. Шыв çурса каят. Баран. 243. Океансем çĕрелле çурса тăракан пайĕсене тинĕссем теççĕ. Трхбл. Ăна пытарнă тĕле шыв çурса кайнă (водою размыло его могилу). N. Вăл (он) лачака çине те кĕнĕ, шыв çурнă лакăмсене те кĕрсе тухнă. || Обдирать (зерно). N. Кĕрпе арманĕ умĕнче виç путалкка тулă çуртăм. Толст. Кĕрпе çуракан арман (круподёрка). Эпир çур. çĕршыв 23. Тата уйрăм кĕрпе çурмалли арман пур, çу çаптармалли машшин пур. || Перерезать. Эпир çур. çĕршыв 23. Сылтăм енчен улăхалла çак хире виçĕ тип çырма çурса тухаççĕ (перерезают три оврага). || Зарезать. К.-Кушки. Пирĕн сурăхсене кашкăр çурнă. Наших овец зарезал волк. Юрк. Лашине кашкăр çурса тухат. || Пробивать. Кĕвĕсем. Чăршă кĕлет алăкне витĕр çурса кĕрĕпĕр, вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || Разрушать. Вĕлле хурчĕ 27. Карас çине хăпарса пĕтĕм караса çурса (çул туса) шăтарса ерешмен картипе карса пĕтереççĕ. N. Питĕ хытă юрлаççĕ, пӳрте çурса прахас пек (того и гляди изба рухнет) — ним те пĕлмеççĕ. Альш. † Ула пилĕк качака, капан çуран йăли пур. || Бить кнутом. Хĕрлĕ урал № 10, 1921. Çынсене пушăсемпе çурса пĕр йывăçшăн тăватă пин тенкĕ илет. Ала 95. Эсир вăл ачанăнне кĕпине-йĕмне мĕншĕн хывса илнине пит лайăх пĕлетĕп, эсир ăна пыйти-шăркине пăхас тесе мар, унăнне тирне çапа-çапа çурас тесе, хывса илнĕ, тенĕ. || Распускать (почки, листья, цветы). Пазух. Хурлăхан çеçке (цвет) çурсассăн, килет çыран илемĕ. Самар. Тин çурнă çырласем. Ау 355°. † Шур Атăлăн шурă хăви çĕнĕрен çулçă çура-çке. || Разрезать (воду). N. Пулă Çавала хирĕç (против течения р. Цивиля), шыва çурса, çухăрса кайрĕ, тет. Баран. 81. Лере тата ураписемпе тинĕсе çурса пăрахут ишсе пырать. Сред. Юм. Кăçалхи тырра çĕлен те çôрса тохас çок. Нынче очень густой хлеб, так что змея не проползет. || Бить, ударить в нос (о запахе). ЧС. Ĕнĕк шăрши (запах гари) сăмсана çурать. КС. Ача сыснă-им? Пăх шăрши çурать! Орау. Такăш сысрĕ ĕнтĕ (ventris flatum emisit), шăршă çурать. || Оглашать, греметь (о звуке). Кĕвĕсем. Пахчан пĕр хĕрĕнче юрласан, сасси илтĕнет тепĕр хĕрне; пахча вăта çĕрринче юрласан, сасси çурать пахчана. Альш. Хĕрсем каччăсем янратса çурса юрласа кĕвĕ калаççĕ ялта. Ib. Хĕлĕ-çăвĕ урама тухса уншăн-куншăн пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, урама янратса çурса. Ib. Шăри-шари кашкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ст. Яха-к. Шăнкрав сасси ял çурат (гремит по деревне. Çăварни). Полтава З8. Аçа-çиçĕм сасартăк пĕлĕте çурса янтратсан, шартах сиксе çын чĕтрет. N. Вăл аллипе пĕр сулать, ĕçекене шав ырлать: ĕçет, çиет туй çынни, тĕнче çурать юрлани! Сунт. Пĕр минутран Пруккан çамрăк вăйлă сасси вăрмана çурчĕ. Çутт. 112. Пĕтĕм яла иккĕшĕ çураççĕ. || В перен. смысле. Бур. † Тантăшран лайăх пулас мар, тантăш чĕрине çурас мар. || В чувашизмах. N. Чуна сурчĕ çут тĕнче: аптăрамăп халь ĕнтĕ — тăр кăнтăрла тĕлĕнче хавас улăх варринче. Сред. Юм. Пуç-куç çурса çурет. „Ходит (или работаеть) главным, без боязни“. Ск. и пред. чув 89. Пĕтĕм ăшне-чиккине çурать хăватлă яшки (т. е. яд своим действием выворачивает желудок).
çур
çор (с’ур, с’ор), весна. N. Çур çывхарса килет. Приближается весна. Ягутли. Пуш уйăхин вуннăмĕш кунĕнче çур пуçланать. Ала 95. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет. Юрк. Вăл çур пит йĕпе çур килчĕ, çураки сухаланă вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çăватчĕ, анасем çинче путатчĕ. Ib. Çур иртрĕ, çăв килчĕ. Çăв иртрĕ, кĕр килчĕ. Кĕр иртрĕ, хĕл килчĕ. Хĕле кĕтĕмĕр. Орау. Çур киле пуçларĕ, çуркунне пуласшăн (хочет быть весна). N. Сĕлĕ мĕле çитĕнет çортан вара? К.-Кушки. Çур пит хĕнпе килет. Весна — поздняя. Ib. Çур вăраха пычĕ. Весна тянулась долго. Орау. Кăçал çур ир килчĕ (наступила рано). Ib. Çур кая юлать пуль кăçал (видно запоздает). Шибач. Вара вăлсам çола тохрĕçĕ. Йăванĕ калать: ну аки, тет, айта, тет, халăхсам çаран параççĕ, тет. Б. Олг. Эпĕ шохăшласа порăнтăм çортан вара кĕрччен (с весны до осени). N. Çора тохсассăн, по наступлении весны. Сред. Юм. Пĕр мăшăр атта çорконне тăхăнма пуçларăм та, çав çортан çора (с весны до весны) пĕр çола пычĕ çав. N. Çура тухрăмăр. Начинается весна. || В смысле наречня. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как! хор-кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. N. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çине ларам-и? Хуралтăр çĕрет, тийĕсĕр (если выскажете), çур килĕп те, кĕр кайăп. Юрк. † Крымски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? Ăсатайрăн çурăн çĕрĕнче, йăпатайрăн çемçе чĕлхӳпе.
çурхи çăм
, çурхи çăн, весенняя шерсть овец. Сред. Юм. Çôрхи çăм тесе çорконне илекен ват сôрăх çăмне калаççĕ. Нюш-к. Çурхи çăмран (из шерсти ео старых овец) сăкмансĕм, ермексĕм (вычерненный кафтан, сукно лучше, тоньше; ермеке пĕвеççĕ хура çирĕк хуппипе) тăваççĕ.
çур-шыв
çур шывĕ, весеннее половодье. Юрк. Çур-шыв вăхăтĕнче пĕр чăваш арăмĕпе пĕр тутар арăмин шыв урлă каçмалла пулнă. Ib. Çур-шыв вăхăтĕнче. Ib. † Хура хурсем чĕпĕ кăларнă самай çур-шыв типнĕ вăхăтра (после спада воды). Ib. Çур-шыв (разлив) пит вăйлă пулчĕ. КС. Çур шывĕ.
çур
половина. См. çурă. Шурăм-п. Пыл çур катка анчах. Меду только полкадки. М.-Чолл. Кам иксĕртен тупать çав кайăка, çавна çур патшалăх (полцарства) парап, тет. Кожар. Пĕри çур шыва (до средины речки) ишсе çитрĕ те, ывăнчĕ те путрĕ. Изамб. Т. Ул урамăн сулахай енче çур урамĕ (половина домов) урамалла пăхса ларат. С. Айб. Кун çурта çавăрăнса килчĕ. Сьездил (совершил путь туда и обратно) в полтора дня. (В СТИК скажут — кун çурăра, с очень кратким „ă“). Орау. Çур ăслă япала, полоумное существо. КС. Мана çур валли пачĕ (половину доли). Сред. Юм. Çор вырăс, çôр чăваш. (Гов. если мать русская, а отец чувашин, или же отец русский, а мать чувашка). Синьял. Хампа пĕрле юрлакана çур кăмăла парăттăм. N. Çур кĕрепенкке, полфунта. N. Çур пус, полкопейки. N. Çур пăт, полпуда. Альш. Старикки арăмне калат, тет: арăм, çĕтĕкне-çурăкна, çур çăкăрна кăмакана пăрах. N. Ĕлĕкхи çур вăй та çук. Чотай. † Пӳрчĕ ларать — çор чӳркӳ, хĕрĕ ларать мара пак. Сĕт-к. Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни). N. Çур хирĕ хура выртать.
çурал
(с’урал), родиться. ГТТ. Хĕн çуралсан, амăшне йывăра килет, тет; çăмăл çуралсан, ачана йывăр килет, тет. Ib. Çăмăл çуралчĕ. Роды были легкие. Изамб. Т. Ача кутăн çуралсан, кутăн пулат, теççĕ. N. Ĕнтĕ кунтан (отсюда) таврăнсан, аннерен çĕнĕрен çуралнă пек пулăттăм. Юрк. Çăкăр епле манран аслă пултăр? Эпĕ вăтăр çулта, ăна эпĕ çуралаччен пĕçермен-тĕр? тет. Чхĕйп. Тĕттĕм çĕрти курăк, шăтса тухса, пĕр çимĕç кӳмесĕр хăрса кайнă пек, чăвашсам та ĕлĕк нумайшĕ çурала-çурала, ватăла-ватăла вилнĕ. Сунт. Ĕлĕксенче ача çуралассинчен хăраса, е пăвса, е им ĕçсе вĕлернĕ. N. Çĕнĕрен çуралса пурăнсан та, ăса кĕрсе пĕтеймĕн. || Нарождаться (о месяце). Календ. 1904. Уйăх çуралсан, тăваттăмĕш кунĕнче уяр пулсан, уйăхĕпех уяр пулать, йĕпе пулсан, уйăхĕпех йĕпе пулать. || Появляться, зарождаться. Шихаз. Çав хура вăрмана тĕнче çуралнăранпа та çын кĕрсе ура йĕрри туман. (Из наговора „пăсташ тасатни“).
çурат
, çорат, (с’урат, с’орат), родить. Г. А. Отрыв. Апай хĕрĕх çулта мана çуратнă (в возрасте 40 лет). Слакбаш. Çуратнă — тăратнă, çуламан, типĕтмен (о человеке неуклюжем, грубом, неотесанном). Буин. Виле çуратнă (родила мертвого). Ачи вилĕ пулнă. Ача пăрахнă. N. Инке ача çуратрĕ, ывăл турĕ, Митри ятлă пулчĕ. Б. Хирлепы. † Пирĕн апи пит лайăх, çупа çуса çуратать, тĕкпе шăлса тăратать. N. Матку ача çуратрĕ, ачи хĕр-ача, ячĕ Александра ятлă пулчĕ. N. Пит йывăр çуратрĕ. Ачач 2З. Сана та çак, ывăлăм, вăрмантах çуратса пăрахрăм. Ун чухне эпĕ куккусем патне çимĕке кайма тухнăччĕ. Регули 194. Хам çоратнă çĕре каям. Ib. 821. Вăл пырса мана çоратнă яла. ЧС. Эпĕ пĕчĕкçĕ чухне манăн анне ывăл-ача çуратса пачĕ. Юрк. Çул çинче, килне ларса тавăрăннă чухне, иккĕш калаçса пыраççĕ: ку начальник таврашне, калăн: этем çуратман, тесе. || Создавать, творить. С. Дув. † Çакă вăйя выляма пире анне çуратнă. Микушк. † Шурă-шурă çăмарта, тăварсăр çиме юрамасть. Чун çуратса, пӳ ӳстерсе (если родился человек и пришел в совершеннолетие), мăшăрсăр пурăнма юрамасть. К.-Кушки. Тырă-пулла çуратакан турă, назв. божества. || Родиться. Пшкрт. Эп конта çоратса. (Для чуваш др. местностей это звучит очень странно; они скажут: эп кунта çуралнă, или: эп конта çуралнă). Ib. Эс ста çоратсан (родился)? — Конта çоратсан. Ты где родился? — Я родился здесь.
çурă
(с’уры̆), половина. См. çур. О сохр. здор. Холерпа чирленĕ çынсенчен пĕр çуррине яхăн анчах чĕрĕлеççĕ, ыттисем пурте вилеççĕ. Панклеи. Хоçи: тепĕр çол порн, вара окçа пĕтĕмпех парап, тет. Ача, пурнас мар çорри, виçĕмĕш çола виççĕр тенкĕ итет (наполовину собираясь не жить, т. е. готовый уйти). N. Чăкăт çурă чăкăт. Полтора чыгыта. N. Эпир те теçеттине выртартăмăр сала çĕрне, çынсем кунтан исе карĕç те, çирĕм пилĕк тенке калаçса кайнă; çуринче (в полдесятине) пилĕк пулат, пилĕк çурă (урапа) пулат. N. Пĕрре çурă, иккĕ çурă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 58. Пăр питĕ майĕпе шунă: тавлăкра вăл çурă е пĕр чалăшран ытла каяйман. N. Çурри яхăн, до половины. N. Вуниккĕмĕш çурри (половина двенадцатого), тет Натта. Срв. вуниккĕмĕш 25 минут. N. Вăл чирпе çын чĕрĕллех çурри вилсе çӳрет. Çĕнтерчĕ 17. Кĕрпене те эпĕ çурри хăйăр хутăштарса патăм. Виçĕ пус 40. Хăрах çуррин çумне ыраш пуссин пĕчĕк пайне çыпăçтарса лартса, унта çур-тырри акаççĕ, тепĕр çуррин çумне хура пусăран юлнă пĕчĕк пая çыпăçтарса лартса, хура пусса хăвараççĕ. Кан. Улма кăçал пĕлтĕрхин çурри чухлĕ те тухас çук. Ib. 221. Хальхи вăхăта ĕçсене çурри-çукрах туса пĕтернĕ. Собр. † Илĕп, илĕп, тесе, илĕртрĕн те, çурри хĕр ĕмĕрне иртертĕм. Дик. леб. 40. Хĕвел ĕнтĕ çуррине яхăн шыва пытанчĕ. Якейк. Эпĕр онта конти чохлехчĕ, тата контин çорриччĕ, тата çоррин çорриччĕ. Нас было там столько, сколько здесь, да еще половина, да четверть. Ib. Пиртен çорри конта. Половина нас здесь. Ib. Эс аçун çорри те порнас çок. Ты и половина жизни отца не проживешь. Ib. Эс аçун çорри та пĕлместĕн. Ты и половины того, что знает отец, не знаешь. Ib. Эс ман çорри та пĕлместĕн. Ib. Ман çорри порнсан пырĕччĕ те, порнимăн çав. Альш. † Çичĕ ют килне кайсассăн, шыва кайма хушсассăн, çурри витре çĕклесен, начар килчĕ тийĕçĕ. Ib. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çурри чуна çурса парăттăм. Сборн. по мед. Çурри сĕт, çурри шыв хутăштарас пулать. Изамб. Т. Ул вара çурринчен хăпарса шăтăклă-шăтăклă пулса пиçет. Ала 56. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен, когда допилили до половины дерева. Шурăм-п. Калаçасса — çурри чăвашла, çурри вырăсла калаçаççĕ. Таса пĕр чĕлхепе калаçма пĕлмеççĕ. N. Карасĕ лучăрканнă та, пылĕ çурри яхăн юхса тухнă. Сот был измят, и мед из него наполовииу вытек. С. Айб. Касас пулать улма çуррине. Тайба-Т. Çурри чуна çурса парăттăм, чунран пуçне хама пурăнма халь пулсаи. Юрк. Упăшки те ăна хирĕç: мĕн парасси-мĕнĕ-çурри чунăма çурса парăттăм, тет кулса. N. † Ялан хамăр тăван тиекене çурри чунма парăттăм. Ачач 8. Темле çӳçенкелесе илетĕн. Ах çапах та, аван вăл унашкал çурри тĕлĕрсе, çурри тĕлĕрмесĕр выртнă вăхăтра.
çурăм-пуç
заря. (Полностью соответствует алт., тел., куманд., бараб., половецк. jargын, блеск, свет, луч. См. Радлов, Слов., III, 136. Хорачка. Куак çорăм-поç килет çутăлса. Питушк. Çорăм-пуç хупарсанах кайăпăр. N. Çурăм-пуç яр çутăличченех лартăмăр. Сидели до самого рассвета. ЧП. Çурăм-пуç шуралса, шурă автан сассисем илтĕнеççĕ. Алекс. Невск. Çурăм-пуç шурала пуçласан. N. Çурăм-пуç палăра пуçласанах. Изамб. Т. Пирĕн ĕнер çурăм-пуç çутипе тыр вырма кайрĕçĕ. СТИК. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хапха уçăлмаст. (Çурăм-пуç). N. Çурăм-пуççипе. || В смысле вечерней зари — ошибка. N. Ĕнтĕ каçхи çурăм-пуç те вăрман урлă хĕреле пуçларĕ. || Назв. божества Т. VI, 6. Çурăм-пуç амăшĕ, çурăм-пуç...
çурт
, çорт, (с’урт, с’орт), строенне (изба, сруб, конюшня и пр.). N. Унта çурт пур-и? Есть ли там (какое-нибудь) строение? N. Çурт лартрăм. Я поставил строение. || Двор со всеми относящимися к нему постройками. Изамб. Т. Ул тыррисене, çурт çавăрас тесе, сутса пĕтерчĕ. ЧП. Пирĕн хамăр савни хура куç инçе те мар, çурт урлă. Юрк. Е тата хулара хăй çурчĕпе пурăнакан тетĕшĕнчен (ашшĕпе пĕр тăвантан) ыйтса илет (деньги). Ib. Çурт ларттара пуçлат, пӳрт, кĕлет, вите, ытти хуралтисене те тутарат. N. Унтан мĕн килет çурта, мĕн каять, мĕн пулнине çырса яр. Альш. Çуртсем пирĕн енчи вырăссеннĕ пекех: ытла елккен çуртсем мар. К.-Кушки. Унăн çуртне салатнă та, пӳртне витнĕ чусне вăрласа кайнă. У него раскидали всю избу и утащили тес, которым она была покрыта. КАЯ. Вăл карчăк пиртен пилĕк çурт урлă анчах. Собр. Çуртра тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаçть, теççĕ. (Послов.). Ау 17°. Амăшĕ каларĕ, тет: ачам, çурт кучĕ йывăр, тесе, калаççĕ, тухса килĕш мĕнпе те пулин, тесе каларĕ, тет. Н. Байгул. (Алтан) çурт айĕнче алтсан, çăмăр пулать. N. Çурт ăшчиккине пухап. Убираюсь в избе. N. Шур курница çумне çурт хурат (хура чĕкеç). ЧС. Çуртсăр юласси (лишиться) пит хĕн. Собр. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм: çурт тытмасть, тесе, паратрим? N. Тутар, ахăр, пĕр майлă тăраканскер, икĕ пӳрт, йĕри-тавра çуртсем. Ст. Чек. Çурт çумне хуралтă хушас, тепĕр хуралтă лартас. N. Ăна вĕлерес пусан, пирĕн çурт хупăнат. || Этаж. Бгтр. Улпут аялти çуртĕнче чей ĕçсе ларать, тет.
çуртри
назв. духа („домовой"). N. Мун чука (= мăн чӳке) ăна çуртри тесе чӳклеççĕ, вăкăр пуснă чухне пăтă та пĕçереççĕ, ун чухне пур ваттисем те шурă кĕпепе-йĕмпе тăраççĕ.
çутат
(с’удат), освещать, засветить. Ау З. Трантасийĕн икĕ енче икĕ хунар çутатса пырать, тет. Янтик. Çиçĕм, пĕр йăлтăртатсан, пĕтĕм тĕнчене çутатса прахать. Ib. Пĕтĕм шыва çутатса ячĕ çиçĕм. Çĕнтерчĕ 53. Электрицă хăçан çутатакан пулать-ха, сирĕн? Икково. Çутатса парас. Надо вам (для вас) засветить огонь. N. Пĕтĕм шăва вут пек çутатса янă. Чув. пр. о пог 64. Уйăх пат шурă пулсан, çутатса тăрсан, сивĕ пулать. Если месяц кажется белым и блестит — будет холодно. N. † Çутатса хонă калошне тăхăнсамăр шăлăмсем. Изванк. Уйăх-хĕвел, ăна (т. е. парня) çак çĕр çинчех усраса, ун çине çутатса тăрăр (т. е. не попустите уйти в солдаты. Моленье в подполье). Эльбарус. Хĕвел янкăртатса çап-çут çутатса тăратьчĕ. Ib. Онччен те полмин ман патналла çамка çинчи сăнакне (кокарду) çутатса питĕ хытă стрелок чупса пыма пуçларĕ. || В перен. знач. Кан. Мĕнле лартса туни çинчен çтена хаçачĕ çинче çутатмалла.
çутă
(с’уды̆), свет. Самр. Хр. Çенĕхĕн урам енчи шăтăкран темле çутă курăнса кайнă. Кан. Каçпа, пĕлĕт çинче çутă сӳне пуçласан. Ал. цв. 29. Хĕвел ансан, каçхи çутă кăвакарсан. Орау. Кăраççин çуттинче çывраятни эсĕ? Можешь ли ты уснуть при свете? Ib. Кăраççин çутипе çывăраймастăп эпĕ. Ib. Пăх-ха йывăçсене, епле çинчен ӳссе кайнă, çутталах туртăнаççĕ (или: кармашаççĕ). Деревья тянутся к свету, растения в темноте тянутся к свету. Ib. Тĕттĕмре ӳсекен япала çутталах сулăнать çав вăл. Ib. Таçта çавăнта кăмакана вут хутса янă пек те, кăмакари вут çути тепĕр енчи пĕрене çумне ӳкнĕ пек. Ib. Эп пытăм та, вĕсен ун чухне çутă-мĕн курăнмарĕ. Баран 42. Пӳртсен мĕлки палăрать. Чӳречисем çине вут çути ӳкнĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохрăмăр, врене шульчи çуттипа; врене шульчи çуттипа мар, хамăр варлисен çуттипа. N. Пĕр çĕрхине уйăх çути çап-çутăччĕ. Юрк. Уйăх çутти çап-çутă. Ib. Чирлĕ çын, чӳрече витĕр çутта пăхса вырта пуçласан, вилет. Янтик. Эп краççын çутинче вулап (при свете лампы). Ib. Пĕр çурта çуттинче вулама канчăр. Ib. † Чиркӳ тăрри пит çутă, уйăх çути çутăран; кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. N. Эсĕ манăн çуттăм вырăнне çутăлтарса ярăн. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать. Альш. Çутă çутса çутăпа шыраса çӳреççĕ, тет, вăрманта. Пир. Ял. Такам çутă сӳнтерсе лартать (погасил). Сред. Юм. Краççин çутипе волать, çôрта çутипе волать. Пролей-Каши. Çутă енне(лле) кайичченех кукăларĕ (кукă). Н. Седяк. † Çуртăрсем çӳлĕ, çутти çутă, вĕт кайăксем вĕçсе çитес çук. N. Ир çинче куç-пуç çутипах. N. Тол çути киле поçларĕ. Икково. Тол çути палăрма поçларĕ. N. Пĕлĕте çутă ӳкнĕ. Пĕлĕт çине вут çути ӳкнĕ, пĕр-пĕр çĕрте вут тухнă пулмала. В. С. Разум. КЧП. Тулта хĕвел çути, пӳртре унăн çутти. || В перен. знач. N. Пирĕн чăваш халăхĕ çуттала тухма тапратнăран вара питех нумай вăхăт пулмаст. N. Çутăра çӳре, ходить в свете. См. Магн. М. 174. || Блеск, сияние. Ала 100. † Воник арман хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр; эс кĕпер çуттине ылтăм йопа лартрăмăр. Мусир. Вăрман витĕр тухрăмăр вĕрене çулçи çутипе. Дик. леб. ЗЗ. Унăн уйăрăм-уйăрăм çуттисем анчах, йывăç турачĕсем хушшинчен çĕре ӳксе, ешĕл курăк çинче ылттăн мулкачă пек йăлтăртатса, вырăнтан вырăна куçа-куçа тăнă. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти, ай, пултăр-и. || Отрада. Н. Карм. † Эпир атте-анне куç çутти. ЧП. Вуник пус нухрат куç çути, эпир атте-анненĕн кун çути (поддержка, отрада). Ib. Ялти савнă тусăм чун çути.. || Краса, украшенне. Микушк. † Кĕмĕл çĕрĕ шыв çутти, сарă инке кил çутти. Курм. † Çут тор лаша çол çутти, сарă арам пӳрт çутти, кĕмĕл çĕрĕ ал çутти. Актай. † Лашам хура — çул çутти, арăм сарă — çуна çутти. N. Карчăк çути ăстĕлте? Масар çине кайса ӳкнĕ. Шумат. † Севтел масмак пуç çути, пурçăн сурпан мый çути. || Цвет (не прав.?) В. Олг. Теминче çолтан каран çорконе хай омлаççин çути нумай çорăлнă. || Светлый; светло. Орау. Çутă çĕртен кĕтĕм те, куç пĕртте курмасть; çуркунне-кĕркунне, каçхине пӳртрен, çутă çĕртен, тула тухсан, хăнăхиччен, куç пĕртте курмасть. Ал. цв. 6. Тăнăçемĕн ун таврашĕнче çутăран çутă пулса пырать. N. Лашисене çитерсе тăнă чух, çав начар салтак темскер çутăскер курах карĕ, тет. N. Кăнтăрла çутă пулат, çĕрле тĕттĕм. Ачач З5. Çутă тимĕр-кăвак лашисем. || Яркий. Собр. Çутă кун юмах ярсан, çутă кашкăр çиет, тет. || Блестящий. Пазух. Кĕçĕр хĕрсем ма çутă? Çын тенкине çакнăран. Кĕвĕсем. Леш кас хĕрĕ çап-çутă, пирĕн кас хĕрне çитеймес (о красоте). || Веселый. Турх. Аннен сăлхавĕ пĕтетчĕ, ăна çутă сан кĕретчĕ (когда я выздоравливал). || Розовый. Эльбарус. Çутă кĕпе, розовая рубашка.
çута-хура
смуглый, темный. Ачач 42. Çутă-хура сăнлă ача ăна пăртак хытăрахах каларĕ çав.
çухал
(с’уhал), пропадать, исчезать. Юрк. Çухалма кайни (пусть пропадает), ăшĕнче темĕн пит хаклă япаласемех марччĕ-çке! Б. Яныши. Мишавай пире Кортк пикĕне каялла ярса виçсе пуртарчĕ те, Кортира çухалнине пĕлчĕ. АПП. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалат; эпир савнине урăх çын савсан, пирĕн куç умĕнчен çухалать. О сохр. здор. Сасси те çухалать (у больного). СТИК. Ивана кĕтеççĕ, кĕтеççĕ — килмест. Вара çаплах çухалса карĕ (так и пропал), тет. N. Çта çухалтăн, пĕрре те курăнмастăн. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ тухса кайсассăн, куçран çухаличченех пăхса тăр. Альш. † Шурă хутсем çырмасăр хуралмĕç, пирĕн пуçа çырнисем çухалмĕç. N. Йорпала çол çохалнă. || Заплутаться. Ала 4°. Пĕччен çӳресен-çӳресен, эпĕ çухалса кайрăм вăрманта.
çӳп
частица образования превосходной степ. от прилаг., начинаюшихся на çӳ. N. Çӳп-çӳхе, претонкий. Сбор. Çӳп-çӳп çӳхе, çӳп-çухе, шалти шурă, тулашĕ симĕс. (Отгадка не приведена). Изамб. Т. Пӳрне пек çăка патаккине çӳп-çӳхе татаççĕ (на тонкие кружочки).
çӳплĕ
засоренный. ТХКА 18. Пӳрт ăшчикки тасах та мар. Урайĕ çӳплĕ, саккисем хура.
çӳре
(с’ӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.
çӳрет
понуд. ф. от гл. çӳре. Альш. † Ман пуçăмри шур çĕлĕке пăтаран пăтана çӳретрĕç; эп каясси таçтан паллă — килĕрен килле çӳретрĕç. || Носить, таскать (напр. в кармане). Микушк. † Хранцуски тутăр, виç пан улми, эрне çурă çӳретрĕм кăсяра. Баран. † Тинĕс çинче пулсан та, типĕ çĕрте те, вăрçăра та, килте те Тарас чĕлĕмне хăварман, çумĕнчех çӳретнĕ. || Возить. Баран. 159. Хура тинĕспе Азов тинĕсĕ тăрăх тавар çӳретсе, Россия ют патшалăхсемпе суту-илӳ тăвать. || Обьезжать, обьездить, выездить, приучать к езде (лошадь). N. Çӳретмен лаша пуçсăр пулать. Яндобы. Патша калать: халь çĕн лаша пур, тавай çӳретме каяс, тет. К.-Кушки. Кӳршĕри Ивансем тьыхине çӳретме тухнă. || Называть. Юрк. Чăваш ячĕпе çӳрете пуçланă. Начали называть чувашами. || Случать. К.-Кушки. Ку вăхăтра вĕсем çӳретеççĕ. В это время у них бывает случка. Ib. Хура ăйра хăй тĕслĕ кĕсрепех çӳретеççĕ. Карего жеребца случат с такой же кобылой. Ib. Кĕсрине ула ăйрăпа çӳретнĕ. Кобылу случили с пегим жеребцом. Ib. Вĕсен паян кĕсрине çӳретнĕ. Сегодня у них случали кобылу. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Тăхăнма юраман çĕтĕк тумтирсене, тăла-çăпатасене, атăсене пӳртре вырттарса çӳретес пулмасть. Чуратн. Ц. Кăна тырă çитерсе çӳретеччен, яла хуса кĕрем. Кан. Эсĕр мана ма Чуптарса çӳрететтĕр (= çӳрететĕр). Вы что это обманываете меня и заставляете ходить попусту.
çӳç питти
сухожилие. Шорк. Якейк. Çӳç питти, иккĕ, ĕнсе хыçĕнче. СПВВ. Т. Сурăха пуссассăн, мăйĕ çинче шурă шăнăр пулать, çавна çӳç питти теççĕ. См. çӳç витти.
çӳхет
сделать тонким. ЧП. Хура чĕкеçĕ вĕçет çулелле çуначĕ вĕçĕсе(не) çӳхетсе.
çăва
(с’ы̆ва), кладбище. НИП. Çăвара, на кладбище (т. е. в могиле). Яргуньк. Кайнă чухне вăсем пĕр чӳркӳллĕ ял витĕр тухса çăва кĕтессине ларчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 19. Мăн çырман тепĕр енче çăва выртать. Ĕлĕк çак çăва çине 28 ял виллисене пытарнă. Актай. Кайсан-кайсан, пĕр çăва патне çитрĕ, тет те, çăва пуçĕнчен: кунта паян пы(та)рнă çын пур-и? тет. N. Çăва çине пытар. N. Вара, кăнтăрла çитсен, пурте таса шурă кĕпесем тăхăнса çăва çине каяççĕ. Истор. Анчах унта, çăва çинчи пек, çын та пулман. Собр. Çăва патне кайнă виле каялла килни çук, теççĕ. (Послов.) || Употребляется в бранных выражениях. N. Мĕн çăви тума кирлĕ пулнă эп вĕсене? На кой чорт я им понадобился. Сред. Юм. Мĕн çăвине çапла хытланса çӳрен çак эс. Ib. Мĕн çăвине пĕрмай çапла хĕнесе çурен çак э çав ачасĕне ахалех? Ib. Мĕн йĕре-йĕрех асапланса çĕклен ôна, кам çăвн хôшнă поль сана она тума. Ib. Такам çăви килет ĕнтĕ тăта. Чорт еще кого несет. (Гов., когда в духе). Ib. Таçта çăвана кайса пĕтнĕ, киле пĕри те юлман. Ib. Эй, çăва (гласная „ă“ почти незаметна), çавна та тума астуман. Ах, чорт возьми, и это забыл сделать. Кан. Картисем (изгородь) карăнса лараççĕ-ха вĕсем. Пахчари ĕçĕ вĕрет. Вăхăтра ĕçлес пулать вĕт пахчара. Карти вăл çăва патне. В. Олг. Çăва панчи (брань). Слеп. Çăва патне кайманскер! ЩС. Çăва патĕнчи (ругательное слово). Янтик. Эп, укçа пулсан, çăва патне те (куда угодно) кайса килмелле, анчах укçа çук. Ib. Темле çын у, çăва панчен килнĕ пуль: тем те пĕр калаçать. Орау. Виç тенки çăва патне кайтăр, ĕç пулсан темех мар (или: ĕç пулсан вăл ним те мар). Ib. Çăва патне вăрçу-япалу! Хурамал. Тупрăн-и çав япалана? тесен — тунмарăм, елле çăва патне кайнă, теççĕ (или: елле хăяматра, елле çăва патне кайнă). В. Олг. Эккей, çăва патне кайманскер, ме итлеместĕн (легкая брань, шуточная)? Ib. Эс çăва тĕпĕнчен тохса кисе, этем мар эс! Пшкрт. Эс онта каятни? — Ста çăва патня онта каяс. N. Тырă, тесе, вилеймĕн, вăл çапса та пăрахĕ (солдат), çăва патне. Çентерчĕ 11. Кам çăва вăл? — Çăва мар эпĕ, çын. Шурăм-п. Çăва, киле каяс пулĕ тесе, тулчукран анатăп.
çăварни кун
, çăварни кунĕ, в первый день масляницы; дни масляницы. Хурамал. Çăварни кун (первый день) юр çусан, мăйăр пулать, теççĕ. Ст. Яха-к. Хăшĕ-хăшĕ çăварни кунĕ те нумай ĕлĕкхи авалхи йăлине тытса пурăнатчĕç. Ачач 95. Темшĕн, çулталăкра çăварни кунĕнче те вăл пӳртрех ларать. БАБ. Пĕрре çапла, çăварни кунĕ, анне кӳрше çатма илме кайма хушрĕ (мне). Чăв.к. Шурă тутăр пĕтертĕм, çăварни кун çыхас пек.
çăкăник
восклицание неизв. зн., которое произносит старший дружка на свадьбе. Ала 62. Ман-кĕрӳ пуринчен мала ларать, аллине сăра курки тытать. Вара вĕсем виç тапхăр тăрса лараççĕ. Виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. Пуççапма ларас умĕн мăн-кĕрӳ: „Çăкăник!“ тет те, халăхсем пурте пуççапма лараççĕ. Пуççапнă вăхăтра мăн-кĕрӳ çак сăмахсене калать: „Ах аттеçĕм, аннеçĕм, пыр çиме те кирлĕ мар, ал тытма та кирлĕ мар, сирĕн пĕр пус укçăр пĕр сум мар, икĕ пус укçăр ик сум мар, эпĕ сирĕн укçăра ыйтмастăп, пуç сывлăхне ыйтатпăр; эсир пиллесессĕн — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх“, тет. Çак сăмахсене мăн кĕрӳ каласа пĕтерсен, пуççапса ларакан туй халăх çапла юрласа ярать: „Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман кашта, авăна-çке шывăн хумĕпе; çинçе-ях та пӳçĕм, аван чунçăм, тайăла-çке ватсен умĕнче. Пахча та пахча купăста, сире те пултăр, ватăсем, çинче те пӳлĕ сарă хĕр, пире те пиллĕр, ватăсем. Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне, эсир пиллесен — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх. Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăм шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр“. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать халăхсен çинелле пăхса: „Упăтĕк!“ тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ. Пӳртрен тухса кайнă чух мăн-кĕрӳ аллинчи куркана алăк патĕнчи çынна тыттарать те, çак сăмахсене калама тытăнать: „Ах пиччеçĕм (ятне калать лараканнинне), çав (ятне калать) пуян туй кӳртет, çав пуян ывăлин туйне кӳртет, ватă-вĕтĕ — пурте туй курма пырăр, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван — пурăр та туйкурма пырăр“, тет. Унтан вара вĕсем тухса каяççĕ. Вĕсем çул çинче виçĕ тапхăр чарăнса такмак каласа ташлаççĕ. Ку киле çитсессĕн, мăн-кĕрӳ алăк патне пырать те, алăк патĕнче туй халăхĕсем апла каласа юрлаççĕ: „Хуçа та пире сăра пар; сăру та пулмин, ху та тух; ăснă та сăру сĕвĕрĕлчĕ пуль, пиçнĕ яшку сивĕнчĕ пуль“…
çăмла
или çăм-çăмла, дергать, полоть. Тюрл. Сред. Юм. Паранк çинчи çăма çăмлаççĕ. Качал. † Хура лутра хĕрсене ним тума та илместпĕр, çăм-çăмлама илетпĕр. || Грабить. N. Çăмла, ограбить.
çăмăллăх
облегчение. N. Çырлах, хура-халăха çăмăллăх патăр, теççĕ.
хура çăмăр
дождь, после которого все чернеет. Чертаг. Хора çăмăр çусассăн тырăсене мĕнсене совсем (софс’эм) хôратса ярать. || ЧП. Хура çăмăр килет хуралса.
çăра
(с’ŏра, с’ы̆ра), замок. N. Алăк çумне çăра çапнă. К двери прибит замок. К.-Кушки. Ку çăрана ку алăк çумне мар, леш алăк çумне туса хумалла (надо приделать). Ib. Алăкăнне питĕркĕçпе çăрине туса хучĕç. К двери приделали замок и задвижку. N. † Икĕ ут витере, унăн çăрисем пăтара. N. Юрлă-пăрлă çумăр çăвать, хура чĕкеç тулта ларать. (Кĕлетсе питĕрсе хунă çăра). Альш. Çӳлĕ-çӳлĕ тусем пур, ут туртайми çăрам пур. || Замок ружья. Вута-б. || Мыслец. „Çăра — замок (устраивается в пазах при постройке холодных строений). Вомбу-к. Çăра — ыра кӳртсе лартмашкăн картласа туни. Орау. Ыра çăри.
çăраççи
(с’ŏрас’с’и, с’ы̆рас’с’и), ключ. Орау. Алăка тултан питĕрсе çăраççия каялла хаçат шăтăкĕнчен пăрахап. Пшкрт. Пĕтиç (-дис’) çăраççи; пысăк çăраççи. || Замок. Икково. Т. II. Загадки. Сӳс кĕлетĕн мунчала çăраççи. (Михĕ). Халапсем 23. Апла каласан, лешсем анпарайĕ çăраççийĕн уççине хăйсем çумне илеççĕ. Собр. † Хушрăç пире юрлама — юррăм юман сунтăхăн тĕпĕнче. Уçса илейĕттĕм-çăраççин уççи çук: уççи хура куçлисенĕн (у чернооких) аллинче. Ала З°. Кăсийинчен тупрĕ, тет, пĕр ывçă ушшĕ; тула тухрĕ, тет те, алăк çумăнче çăраççи тăнине курчĕ, тет те, ушшĕпеле уçса пăхрĕ, тет. Ст. Шаймурз. Çав вăхăтра ача хĕрарăм патшанне çăраççине чиксе илнĕ, унта венчет тумалли çĕрĕ пулнă, тет. || См. ака – пуç. || Назв. раст.
çăрка
иноходец. См. çăрха. Сунч. † Утлантăм та тухрăм хура çăрка çулти тусансене пусарма. N. † Аслă çулăн тусанне хура çăрка тустарать.
çăрха
(с’ŏрha, с’ы̆рha), иноходец. См. çăрка. N. † Аслă çулпа килет кăвак çăрха, çилки-хӳрине çыхлантарса. С. Алг. † Хура вăрман витĕр килет кăвак çăрха, çыхланчĕ-çке çилхи çилпеле. N. † Аллă карăк, пĕр çарăк; тăхăр тăрни, пĕр çăрхи. Байгл. † Аслă çулăн тусанне хура çăрха тустарать. С. Айб. † Икĕ турти тĕк тăрать, хура çăрхи çăрхалать. (Шыв юхни). Бижб. Пуянăн автанĕ те çăрха, теççĕ. (Послов.). Н. Седяк. † Хура пĕкĕ хура çăрха, халь уткăнма тăрать, эп ларсан. Ст. Чек. Çăрха лаша, лошадь, у которой при беге туловище держится все время на одной высоте. || Иноходь. СПВВ. † Уйăх çине пăхрăм — ут куртăм, утланса çӳретрĕм — çăрхи пур. Собр. Утлантăм-пăхрăм — çăрхи пур (у жеребенка), чуптартăм-улăхрăм ту çине. Орау. Лаши çăрхапа чупать, шыв пек пырать. || О других животных. Юрк. † Лаша суха сухалат, ĕне çăрха çăрхалат; эпир утвит панă чухне тухтăр пуçне пăркалат. || О людях. Юрк. † Эпир илес хĕрсенĕн тăхăр тĕрлĕ утти пур, çитмĕл тĕрлĕ çăрхи пур.
çăрхала
бежать иноходью. Юрк., КС. СПВВ. Çăр, çăрха, иноходец; çăрхаласа чупать (иноходью). Лашм. † Кĕçĕн Çарăмсамăн, ай, леш енче хура кăтра çăрхисем çăрхалаççĕ. Ау ЗЗ9. † Çĕр çитмĕл сум париччен хура çăрха эпĕ илĕп: ир тухсан та çăрхалĕ, каç тухсан та çăрхалĕ. Бюрг. † Пĕчĕкçеççĕ лаша — шурă лаша, сăрт çамкине çитсен çăрхалат. Юрк. Лаши мĕскĕн, тепле начар пулсан та хытă сăптăрнăран, пуçне çăрхаласа чупа пуçлат. || Семенить. Альш. Курак, курак кураклат, хура çĕр çинче çăрхалат. Сред. Юм. Мĕн çăрхаласа çӳрен эс тек килĕрен килле. Ib. Ôттине те ôнта пĕлмес вит ôлă, çăрхаласа çиç отать; пăх-ха ĕнтĕ епле çăрхалать. N. † Çичĕ ютăн туй халăх ват йытă пек çăрхалать. Н. Лебеж. † Икĕ аллине сарса çăрхалать, ял вĕçĕнчен пăхса палларăм. Ст. Чек. Çăрхаласа пырат — вĕт-вĕт утса шырат, ташласа пырат.
çăрхалат
понуд. ф. от гл. çăрхала. Н. Карч. † Хурама пĕр пĕкĕ, хура лаша, çăрхалатса пулмаç çулпала.
çăт
(с’ŏт, с’ы̆т), глотать. О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Орау. Çăтса антар, проглотить. N. Çăтса ярас, проглотить. Алших. † Сарă улма тесе, хыпса çăтса ан ярăр. ТХКА. Сăмахранах каласан, пирĕн хура свешченĕк тĕнче мулне пĕтĕмпе пĕр çăвартан çăтăччĕ. Самар. Çын çинине çăтса ларан. (Что) ты куски считаешь? Тюрл. Çăтсо (с’ŏтсо) ларать. Видит, как другой ест, и сам испытывает желание есть. См. çăтăхла. N. Ăна çăтса ярас пек, шăлĕсене шатăртаттарса тăнă. || Затягиваться (дымом при курении). СТИК. Эп туртнă чухне тĕтĕме çăтмастăп. Когда я курю, я не затягиваюсь. || Принимать в себя, втягивать, затягивать. Утăм 9. Сивĕ пек пĕчĕкçĕ шывсене Атăл тата урăх та пит нумай çăтать. КС. Йӳçĕ çăтать. Трясина втягивает в себя. Ib. Лашана йӳçĕ çăтнă. Лошадь утонула в трясине. Панклеи. Çĕр çăтнă (провалившийся в землю) хола çĕр çине тоххĕр. Якейк. Çĕр çăтса кайман пуçна. Ib. Çĕр çăташшĕ (сильная ругань). Тюрл. Эй, çĕр çăташшĕ! Кама 49. Çĕр çăттăр вăт-тăк. || Хапнуть (чужое имущество). Изамб. Т. || Клевать (о рыбе). Пшкрт. Полă çăтат. || Уничтожать. Ст. Чек. Алла, ку сăмовар кăмăрăк нуммай çăтат.
çĕвĕлĕ
çĕвĕллĕ, со швом(-ами). Кĕвĕсем. Улт çĕвĕлĕ шур кĕпе тăхăнаймарăм уявра. Султангул. † Ултă çĕвĕлĕ кĕпене тăхăнам теттĕм тепĕр ик çул. Цив. † Ултă çĕвĕллĕ шур кĕпе, тăхнаймарăм шурă чух. || С рубцом, с шрамом.
çĕкле
(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).
çĕлен
(с’ӧ̆л’эн’, с’ӧ̆л’эн, с’э̆л’эн’, Пшкрт: с’э̆лӓн, в некот. гов. с’л’эн’, т. е. в один слог, но с губным с’), змея. К.-Кушки. Çĕлене çĕлĕн çимес. (Послов.). N. Вара çĕлен хурчкана, çиленсе, хӳрипе çапса çунтарса янă, тит. Хурчăка вара тĕк-çӳçсĕрех таврăннă та, таврăнсан вара сĕт çине кĕрсе ларса, унăн тĕкĕ-çӳçĕ çитĕннĕ. Ск. и пред. чув. 21. Çиленсессĕн, çĕлен пек, куçĕпе çиçĕм çиçтерет. Туй. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмаварĕ пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Нюш-к. Çĕлене каснă çавапа ӳте кассан, çĕлен чĕлхеçне вĕртмесен, суран тӳрлене пĕлмест. N. Çĕлен йывăççа (йывăç тавра) явăннă (обвилась). N. Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр, теççĕ. (Послов.). Бур. Ăшша çĕлен те иленет. (Послов.). Кан. Уйра çӳренĕ чух, е вăрмана хăваласа кĕрсен, выльăхсене çĕлен сăхать. Орау. Паян ĕнене кĕтӳре çĕлен ĕмнĕ. N. Çавăншăн вĕсем çине çĕлен янă (напустил змей). Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Ст. Чек. Тĕлĕкре сивĕ шыв ĕçнĕ пек этем ăшне çĕлен кĕрет. Ib. Çамрăк хура лашана (кастарнă выльăх) чуптарса тарлатса килсен, унăн шăкне çавăн чухне шăнине ĕçсен, çĕлене чыстă вакласа кăларат, тет. КС. Çĕлен пек = вăрăм, яка (лаша). Сред. Юм. Çĕлен пик тесе пит самăр, яка лашана калаççĕ. СТИК. Мăнтăр тьыхасене: çĕлен пек, теççĕ. (Так же называют злого человека: вăт пулат та иккен çĕлен). Ib. Пирĕн пĕр питĕ хаяр çын пур. Çавă, ваттисем каланипе, çĕлен чĕлхине çăтнă, тет. N. Качакан(а) çĕлен ĕмнĕ (мало молока). Юрк. † Çĕрте çĕлен шăват-çке, кăлкан тĕпĕ çунат-çке. Ib. † Эпир савнисене ют савсан, çĕлен пулса вырттăр çумĕсенче. Ib. † Ан кулян, тăван, хĕлĕхшĕн (что оборвалась струна), санăн купăс хĕлĕхĕ ылттăн мар. Ай-хаях, ылттăн мар, кĕмĕл мар, вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Хирте çĕлен шăхăрать, пĕтĕм хире ян ярать. || Змея, охраняющая скот (старое поверье). Шорк. Выльăх картинче пĕр çĕлен пулать, тет; çав çĕлен картари выльăхсене сыхласа пурăнать, тет. || Пиявка. Торп-к. Çĕлен, пиявка. М. б. описка, вм. сĕлек, сĕлĕк?
хура çĕлен
гадюка. ЧП. Авăнтăмăр хура çĕлен пек.
хурăн пуçлă çĕлен
уж. Хурамал. Чăпар çĕлен, хура çĕлен, хурăн пуçлă çĕлен, йĕс çĕлен. К.-Кушки. Хурăн пуçла çĕлен (уж) çынна тимес, теççĕ.
çĕлен-курăкĕ
назв. раст., „анютины глазки“. Кубово. Ст. Чек. Çĕлен-курăкĕ, polygonatum officinale. Ib. Çĕлен-куракĕ, сивĕ чиртен вĕретсе ĕçеççĕ (çырли хура). Н. Седяк. Çĕлен курăк; ку курăкпа сĕтел çăваççĕ. Пшкрт: с’э̆лан коры̆к. Артюшк. Çĕлен-курăк, трава, похожая на папоротник, но ниже его. Чертаг. Çĕлен курăкĕ, семиколенник (блестящий коленчатый ствол красного, местами бледнозеленого цвета; на коленцах по листу; листья чередующиеся, ланцевндные, края их не зазубрены). П. И. Орл., Д. С. Серг. Çĕлен курăк, veronica theucrina. Ĕнене çĕлен сăхсан, çĕлен ĕмсен те çак курăка вĕретсе ĕçтермелле, тата ахаль те, типĕтсе, тӳсе, çăкăр çине сапса парса та пулин çитарас пулать. Ib. Çĕлен курăк (кăвакки). Çĕлен курăк (сарри). Череп. Çĕлен курăкĕ, ландыш.
çĕлен мăйраки
„рожки змеи“. Н. Карм. Çĕлен мăйраки кĕнĕ пулĕ сана, пуян тăратăн: укçа та нумай, выльăх та нумай, тырă та нумай. Ib. Рăскаллă çын çĕлене курать. Мăйракаллă çĕлене курсассăн, шур туттăр пăрахать, (шурă япала) сарса пăрахать çĕлен умне. Çав шурă çине çĕлен мăйракине пăрахать. Унтан вара вăл çын илсе тавăрнать те, пуять: укçа енчĕкне ярсан, укçа нумай пулать; выльăх картине хĕстерсе хурсан, выльăх нумай пулать; вăрлăх тырă çине чиксе хурсан, тырă ăнать те, хуçа пуять. Çĕлен мăйракине çухатсассăн çука ерет: пит хытă сыхлас пулать. ФТТ. Укçа хутаççине е тыр ăшне çĕлен мăйракине хурсан, хутаçри укçа е пырари (= пӳлмери) тырă нихçан та пĕтмест. Орау. Темскерле ылттăн мăйракаллă çĕлен пур, тет. Мăйракисене вăл кашни çулах пăрахать, тет. Çав çĕлен мăйракине тупакан çын пуять, тет. Тулĕк çамкине икĕ мăйрака пек мăккăль сиксе тухать, тет. Хир-пуçĕнчи Кулля çавăн пек мăйрака тупса-пуйнă, тит, çамкинчи мăккăлĕ те унăн çавăнпа тухнă, тит. Вăл халь кам-та-пулсан çамкине перĕнтерсе мăккăль сиктерсе кăларсан: ку Кульля мăйракине ăçтан тупрăн? тесе ыйтаççĕ кулса.
çĕлен çăмарти
змеиное яйцо. Сред. Юм. Çĕлен çăмарти — çырма хĕррисĕнче çакăнса тăракан çерçи çăмарти пик шурă хăвăл çăмарта. || Нечто в роде спиральной раковины на дереве. Ст. Чек. Кипек. Çĕлен çăмарти, пустая раковина на дереве. || Назв. ягод. СТИК. Çĕлен çăмарти, особая продолговатая (овальная) гладкая ягодка, бледнокрасноватого цвета; растет в глуши леса, в тени.
çĕмĕрĕл
разбиться. N. Эпĕ пӳртрен тухса кайнă чухне сĕтел çине чӳлмек лартса хăвартăм, килсе кĕнĕ чухне чӳлмек çĕмĕрĕлсе выртат. ТММ. Чул çине ӳкет — çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет — çĕмĕрĕлет. (Хут). Альш. † Приюм алăк — кленче алăк, хытă ан тап — çĕмĕрĕлет. Çĕмĕрĕлмекай, çунса кайтăр, ман çамрăкпуç çухалат! N. Приюм алăк — кĕленче алăк, уçса хупсан çĕмĕрĕлет, çĕмĕрĕлмекей (так встречается дважды), çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. || Ломаться. Орау. Тепĕр, мăнтăртарах çын ларсан кĕç çĕмĕрлсе анас пек çуна пурччĕ (или: çĕмĕрĕлмелле çуна пурччĕ). Ib. Çуни кĕç-вĕç çĕмĕрлес пек пырать. Сани того и гляди развалятся. || О ломоте. Т. IV. Шăм-шак çĕмĕрĕлсен, йĕпе пуласса, теççĕ. Так и у КС. Чума. Пуринчен ытла пилĕк таврашĕ çĕмĕрлес пек ыратать (страшно ломит поясницу). || Изувечиться. N. Вилекен сахал полчĕ, çĕмĕрлекен номай полчĕ. || Шуметь, галдеть и т. п. ППТ. Малтан халĕ, пĕр пилĕк-ултă киле çитеччен, тата пуçа каяччен (пока не опьянеет), пит çĕмĕрĕлмеççĕ. Тип-Сир. Тапраттĕр, тет, çĕмĕрлме хăйĕн пӳлĕмĕнче: юрлат, ташлат, тет. Альш. Ташлаççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Мокры. Вăйсам (какие-то зимние игры) пуçлаççĕ те, çĕр хута килрен киле ташласа çĕмĕрлсе çӳреççĕ. ППТ. Йытăсем çĕмĕрĕлсе (ожесточенно) вĕреççĕ. Хурамал. Унта камăн ют ялта хурăнташ пур, çавсене пур килĕрен хăна чĕнеççĕ те, ялĕпе çĕмĕрĕлсе юрласа ĕçкĕ тăваççĕ. ЧС. Ял хушши вара çĕмĕрĕлсе анчах тăрат (от шума и гама). Ала 80°. Çĕмĕрлсе, савăнса анчах лараççĕ, тет (на пиру). Шурăм-п. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе (шумно) тухрĕç. Ск. и пред. чув. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет (бурлит). Полтава 97. Соборсенче, пур çĕрте „анафема“ çĕмĕрлет („гремит“). Бюрг. † Пĕчĕкçĕ çырма пуçĕнче упаленет упанăн çурисем; пĕрин пĕр чӳлмек сăри пулсан, çĕмĕрĕлет тăванăн тăванĕсем. N. Ял хушшинче питĕ çĕмĕрлеççĕ. N. Кунта тĕнче çĕмĕрлет. || Биться. Абаш. † Ик кăвак ут витере, çĕмĕрлеççĕ тохасшăн. Баран. 79. Çĕмĕрĕлсе, шавласа чул çырана пырса çапăнать (волна). || Кочевряжиться („скандалить“). Кан. Пĕртте тӳлесшĕн марччĕ вĕсем кăна, тем пек çĕмĕрĕлчĕç. Беседа. Килне тавăрăнсан çĕмĕрĕлме, вăрçма, шуйăхма тытăнать. || Ругаться, разговаривать громко. Ашшĕ-амăшпе. Кĕркури çĕмĕрĕле пуçланă çапла калаçса. Никама та сăмах чĕнме те паман. Сред. Юм. Çĕмĕрлеç анчах. Ругаются, разговаривают громко. Ib. Çĕмĕрлет паян кунĕпе хăй, çынна сăмахлама та памас. N. Хамăр ялти Петăр мĕн çĕмĕрĕлсе выртатĕ? N. Хĕрсемпе лайăх çĕмĕрлетне? || О сильном росте. Юрк. Хура вăрман хыçĕнче çĕмĕрт пиçет çĕмĕрĕлсе (= вăйлă). АПП. † Çĕмĕрт-йывăççи çĕмрелет, пирĕн çĕмрĕлесси çитрĕ пуль.|| Грохотать (стрелять). N. Артиллери çĕмĕрлет пирĕн урлă. || В перен. знач. Шибач. Халĕ вăл пит хытă çĕмĕрĕлсе (разбит жизнью). N. Хуйхăпа çĕмĕрлнĕскер.
çĕмĕрт
(с’ӧ̆мӧ̆рт’, с’э̆мэ̆рт), черемуха. Ст. Чек. Вомбу-к. Çĕмĕрт (вар-виттинчен типĕтнине чей пек ĕçеççĕ). Ск. и пред. чув. 52. Авкаланать çĕмĕрт пек (пляшущий парень). ТХКА. Çĕмĕрт хулăпа кĕсрене çапа-çапа сиккипе чуптарать. || Ягоды черемухи. Кĕвĕсем. Икĕ хура лашана эп ӳстертĕм, хура йывăç çĕмĕртне пăхтарса. Шемшер. † Атте кайнă çĕмĕрте (за черемухой). Утăм. Лăпкă, уяр кун карăм эпĕ çĕмĕрте. КС. Шырарăмăр, шырарăмăр, пĕр çĕмĕрт те тупаймарăмăр. Питушк. Хура çĕмĕрт пек ăсла (сусло) юхса тухрĕ (очень хорошее, во время варки), Чеб. Пăхатăп: хура сысна пĕрнесене (кузовья) тек йăвалантарса çӳрет, çĕмĕртсене пĕтĕмпех тăкса пĕтернĕ. Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Пазух. Тусан, тăвăр тусра (= тусăра) лайăххине, çĕмĕртрен те хура куçлине. Ст. Чек. Унта пĕр хап-хура, хура çĕмĕрт пек, кушака курать (увидала) Сред. Юм. Çĕмĕрт пик хора (очень черный). Сĕт-к. † Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши; тăрсамăр, хĕрсемсем, Тăрнай хăта килет, тет, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. ЧП. Çĕмĕрт тĕмми (куст) тĕл пултăм, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине.
çĕмĕрт-хура
черный как черемуха, пречерный. Пазух. Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура. Н. Карм. † Эпĕ каяс çул çине тухсатăр, çĕмĕрт-хура (по построению срв.— улма-чăпар, çăлтăр-хушка) куçна шăлса тăр.
Çĕнĕ-ял
Çĕн-ял, назв. ряда селений, напр.: д. Нижне-Кодчуриной (Тури Çĕн-ял), Верхне-Кодчуриной, Н.-Адькеевского р. Татреспублики; Мало Ибряйкиной, Еремкиной, б. Хвалынск. у. и др. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, качăрланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ-ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем чуп-тусан, самайланнă шеремет.
Çĕпĕр
(с’э̆бэ̆р), Сибирь. Сред. Юм. Çĕпĕре янă. Сослали в Сибирь. Ib. Эс Çĕпĕр йолашки вит! Ал. цв. 3. Йĕпкĕн-хура çĕпĕр (сибирская) сăсарĕ тирĕ. СЧУ III. Акçонăва пушăпа çаптарса çĕпĕр ĕçне ямалла тунă. Çиç. çиçрĕ кĕм. 64. Çĕпĕрĕн-мĕнĕн сĕтĕрĕнсе çӳрерĕмĕр. || Как брань. Хурамал. Е, çĕпĕр чăхă! çӳппе салатса пĕтернĕ!
çĕрĕк
(с’э̆рэ̆к’, с’ӧ̆рӧ̆к’), гнилой. Сред. Юм. Йывăçăн тôлти хôппи çôмĕнчи йывçи (древесина) тĕреклĕ, варри çĕрĕк пôлсан, çĕрĕк вараллă йывăç теççĕ. || Гниль. N. Çулçă çĕрĕкĕнчен (из сгнивших листьев) пулнă тăпра. N. Мăйрăран çĕрĕк шăрши кĕрет. N. Мăйрăсенчен çĕрĕк шăрши кĕрекен пулнă. || Гнилушка. N. † Çăка çĕрĕкне чавакан (чтобы сделать улей), шурă карас пылне çав ĕçет. || Мокрота, харкотина. Пшкрт. Çĕрĕк токат (тоҕат). См. çĕтĕк. ||Хилый. Полтава. Çĕрĕк çын, хилый. || Рюма, хныкса. Ст. Чек. Çĕрĕк ача (кĕвĕçсе хăне хăй йĕрсе чарăнсан, кăшт тивсенех йĕрет; кăшт тивсенех йĕрекен ача). СПВВ. МС. Çĕрĕк каска тесе кăшт ятласанах йĕрекен ачана калаççĕ: çĕрĕк каска, мĕн йĕретĕн? теççĕ.
çĕр
(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.
çĕрĕн-çӳлĕн
по земле и по небу. Лашм. † Хура ĕне пăлан пек те, хӳри вĕçĕ çĕлен пек те, çĕрĕн-çӳлĕн шăва-çке те, пĕр мăйраки пĕлт чавать те, пĕр мăйраки çĕр чавать.
çĕр ĕçĕ
земледелие. Чт. по пчел. № 17. Çĕр ĕçне ытти çынсем пек ĕçлеймесĕр.. (о калеке). N. Çĕр ĕçне турăмăр. Юрк. Çапла ĕнтĕ эпĕ хура çĕр ĕçне ĕçлесе пурăнтăм.
çĕр-йыш
, çĕр-йышĕ, властитель земли, назв. духа. N. Çĕр-йыш (йышĕ) çĕр айĕнче пурăнать, тетчĕç. Вилнĕ çынна пытарма шăтăк авăтсан, виле шăтăка яраччен малтан çĕр-йышне икĕ пус укçа паратчĕç. Хурамал. Çуркунне, малтан вăрлăх кăларнă чух, çĕр-йышне тесе, пĕр çăмарта касă айне хураççĕ (под первую борозду клали яйцо). Т. VI, 18. Тата çĕр-йышне: санăн çĕрĕ çинче пирĕн çуртăмăр-йĕрĕмĕр, тыррăмăр-пуллăмăр, çук чухне кĕттертĕмĕр, пур чухне паратпăр, çырлах çĕр-йышĕ! тесе чӳклеççĕ. Ib. 22. Хăпарту варринче пĕçернĕ çăмартине, çĕр йышне тесе, пĕр-пĕр ана çине кайса пытараççĕ. (Ака пăтти. Н. Карм. Çĕр-йышĕ = çĕр çĕклекен турă. Альш. Çĕр-йышне хур. Микушк. Çӳлте турă — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. (Стар. верование). См. Paas. 133, Магн. М. 29, 28.
çĕр кăкăри
, çĕр кăккăри, çĕр кăкри, земная грудь, назв. божества. Т. VI, II. Эй, çĕр кăкăри, пилле! (Салтак ăсатни). Батыр. Эй, çĕр кăкăри, пилле! (Говорил рекрут, прощаясь со своей семьей). Шибач. Пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăш, эпĕр çĕр кăкри çинче çӳретпĕр, таптатпăр, торă, эс пире чипер осрасам. Тюрл. Çĕрĕн кăкри перекетлĕ, пирĕн пысăк анне — çĕр, пире çав тăрантса осрать. Собр. † Çеçен-хир варринче ылттăн юпа, ылттăн юпа тăрринче чăпар куккук, авăтсассăн, ылттăн юпа чĕтĕрет; ылттăн юпа чĕтĕресен, хура çĕр кăккăри чĕтĕрет, хура çĕр кăккăри чĕтĕресен, хирти тырă-пулă хумханать, хирти тырă-пулă хумхансассăн, хура-халăх чунĕ савăнать.
çĕр мулкаç
, çĕр молкач, çĕр молкачи, мулкачĕ, çĕр мăлкачи, тушканчик. Изамб. Т. Çĕр мулкаç çерем çинче пурăнат, шăтăкĕ тӳп-тӳрĕ кĕрсе каят, кайри ури шурă, вăрăм пулат, малти ури кĕскерех, йĕке-хӳре пысăкĕш. Магн. Рук. „Çĕр молкач, тушканчик, земляной заяц“. Янтик. Çĕр мулкачи (животное). См. хир мулкачи. Изамб. К. Çĕр молкачи (валти ори мăтăк, кари — вăрăм, с кошку; под брюхом белое; хăй хăмăртарах, хӳри — шăши хӳри пек). А. Турх. Çĕр мулкачĕ; кайри ури шутсăр вăрăм, малти — кĕске, хӳри вăрăм; вĕçĕ шурă. Йытă тытаймас; тӳрĕ чупмас. Пурсуй та тытаймас. Вашăккăн (шăтăкĕ) кĕрсе каять, арланăнни пекех. Йăввине чӳпĕксем тултарать. Хăлхи вăрăм, çап-çара (çара çерçи хăлхи пек), çӳп-çӳхе, хĕрлĕ-сăрă, тилĕ тĕслĕ. Хĕлле курăнмас, шăтăкĕнчех пурăнать пуль. Ib. Çĕр мулкачĕ вăрăм хӳреллĕ, йĕке-хӳре пек япала. Чаду-к. Лашасене ятăмăр та, çĕр мăлкачисен хыççĕн чупа пуçларăмăр.
çĕртен çĕре
с места на место. Бугульм. † Хура ĕне пăлан пек, хӳри вĕçĕ çĕлен пек: çĕртен çĕре шăват-çке.
çĕр-хир
земля, почва. N. Германияра хура тăпралă çĕр-хир çук. В Германии нет черноземных пространств.
çĕр хуранĕ
назв. гриба. Изамб. Т. Çĕр хуранĕ ыраш пуссинче пулат, шурă кăмпа пек çемçе, хăй хуран пек; унта пĕрчисем пулаççĕ, çав пĕрчисем нумай пулсан, çитес çул (килес çул) тырă лайăх пулассине пĕлтерет.
çĕр
(с’э̆р, с’ӧ̆р), ночь. (Во мн. гов. слова: çĕр „земля“, çĕр „сто“, çĕр „ночь“, произн. одинаково — с’э̆р, в других, сохраняющих старую огласовку, в см. земля произн. с’э̆р, а в остальных зн. — с’ӧ̆р. Повидимому, есть говоры, где, во всех значениях, произносится или с’ӧ̆р, или с’э̆р). ЧП. Кĕркуннехи çĕрсем — тĕттĕм çĕр. Шурăм-п. Раштав каç çĕр пит уяр тăчĕ. Ой.-к. Хай карчăксем çывăрса пĕтсен, ик салтака Иван калать: мана хĕрхенетĕр пулсан, çак çĕрте ан çывăрăр, тет. ТХКА 101. Çĕр чылай пулчĕ, çывăрас пуль. Ачач 56. Лайăх-çке çавăн пек çĕр тулта çӳреме! Изванк. Çапла вара вăсем виçĕ çĕр чӳклерĕç. Сятра. Кайăк çуначĕпе сулса ярнă та, пĕр тĕкĕпех пур тĕнчене витсе лартнă. (Çĕр. Местный говор здесь совсем переделан). Айдар. Хура сурăх пĕтĕмпех çунать. (çĕр). ЧП. Хура лаша панă пулсан, хура çĕрпе тухăттăм. Изамб. Т. Вылясан-вылясан, чылай çĕр иртсен, эпир пурте салантăмăр. Ib. Çав кĕркунне пĕр çĕр эпĕ кĕтĕве пĕр лашана кăна ятăм. Сред. Юм. Лашасĕне çĕр тăмалăх патăм. Я дал лошадям корму на (одну) вочь. Пазух. Çӳлте тĕвик кăшкăрат, çĕр итлесе тăрать пуль. Орау. Тăрăшать çĕр çывăрмасăр. N. Кĕçĕрхи çĕре, в эту ночь. Бур. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăх пулмин, çăлтăрсем пур. Пазух. Кĕçĕр çĕрсем ма çутă, уйăх çути çутăран. N. Çурçĕр çитнĕ çĕре тин сурăхсене яла хăваласа çавăрнаттăм. Яла тавăрнсан, мана çапла çĕре юлнăшăн хĕнетчĕç. Ст. Шаймурз. Ĕнтĕ: тĕттĕм, тесе, кĕтмесĕр ан тăр, эпир тĕттĕм çĕрĕн хăнисем (мы гости темной ночи). Ала 22°. Халĕ ĕнтĕ мана çакă çĕрĕ чултан чиркӳ тума хушать, тенĕ, тет. || Канун. Альш. Вăл ӳчӳке Хăят кĕлли çĕре тунă (15 июня). Янш.-Норв. † Чăпар куккук авăтать-çке, Петрав çĕрĕ чарнать-çке. Шурăм-п. Кăçал, тур шыра кĕрес çĕр, çăлтăрсем тĕтрере тăчĕç: ясмăк-пăрçа пит ан акăр. ЧС. Пирĕн пумилкине (поминки по нем) тăвачченех кашни эрне çĕр, кашни тунти çĕр пăтăсем, çăмартасем, икерчĕсем пĕçерсе, ăратнесене чĕнсе асăнса çиетчĕçĕ. Альш. Пӳркелĕн ĕлĕкренпех Хăят çĕрĕ (канун Киятской ярмарки) тăваççĕ. Елшелĕн Хăят виç кун тесен тунă (т. е. ӳчӳк).
çĕрлеччен
до ночи. N. Каç та çĕрлечченех ĕçлеттернĕ. ЙФН. † Атти лаши — хура лаша, хура çĕрлеччен çӳрес мар, атти ятне çĕртес мар. Янш.-Норв. Çĕрлечченех, до ночи.
çветкă эрни
святки. Янорс. Эпир пĕре, çветкă эрнинче (на святках) Хура Йăван ятлă çын патне халапланса ларма кайнăччĕ.
çчена
(с’ц’эна), стена. Емельк. N. Ку çырăва ăçта килчĕ унта, çчена çумне хура-хура çыркăласа пĕтерет.
тайăл
(-ы̆л), наклоняться, нагибаться, склоняться. Бгтр. Уйри çĕмелсем мал еннеле тайăлсан, килес çулĕнче тырă лайăх пулать, теççĕ. Чураль-к. Тайăла-тайăла ан макăр, тайăлса ӳкĕн, Потаçăм! См. потаçăм. N. † Самарăн сарă шыв юхать, сарă хумăш çинчен сарăлса, сарă хумăшсем юлать тайăлса. КС. Тайăлса, тайăлса пычĕ те, тӳп! кайса ӳккĕр. Все наклонялся, наклонялся (идущий), да как бухнется! Ib. Тайăличченрех хурса пар-ха. Положи на весы, чтобы перетянуло. Н. Карм. Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунçăм, ырлăх енне пуçăм тайăлчĕ (склонилась голова). || Подкоситься. В. Тим. † Эпĕ çак килсене килсен, тухаймарăм урам тайăлаччен (не ушел раньше того, как у меня подкосились ноги, т. е. от хмеля). Альш. † Тайăлмастпăр, тайпăлмастпăр, çичĕ юта парăнмастпăр. Ск. и пред. чув. 26. Туй халăхĕ тайăлать, ӳсĕр халăх çывăрать. || Кланяться нагибаясь. КАХ. Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар ĕнтĕ, тет те: çырлах, тесе, таялать. (Молитва из „Валĕм-хуçа“ в „тайăн-сăра“). К.-Кушки. Пирвай. Валлене кĕл-тунă: пĕр халăхпа асăнатпăр, витĕнетпĕр, тутлă чĕлхепе, ăшă питĕмпе тайăлатпăр, йăлăнатпăр. Пазух. Тăван, лар вырăнна, тыт куркăна, тайла тăрар эпир умăрта. N. Виçĕ хут вуласа, виçĕ хут сăхсăхса тайăл. Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана. (Ӳчӳк кĕлли). Буин. † Ваттисем пуррине пĕлнĕ пусан, çĕлĕкĕме илсе тайлас мĕн. N. Тайăлса пуççапсан. || Прислоняться, опираться. Тим. † Пĕчĕкçĕ лашу, турă лашу, турти çинче ӳсрĕ тайăлса; ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, çын çинче ӳсет-çке вăтанса. || Клониться. N. Пĕрре, кăнтăрла сулăнса, хĕвел каç енелле тайăлнă вăхăтра. || Убавиться по жалейку. КС. Сăра пăккинчен тайăлнă. N. † Сорковой пички тайăлмасăр, эпир киле каяс çок. || Пройти (о годах). N. Нумай çамрăк çулăмсем тайăлчĕç. || Лишаться (силы). Сред. Юм. Ватлап пôлас, вăйран тайла пуçларăм (лишаюсь сил). ЧП. Тайăл (ураран). Ала 55. Ватă, курпун, куçран тайăлнă (слабая глазами) карчăк пырса тăчĕ кĕлет алăк патне. N. Ватла-киле пĕр оптен куçĕ вăйран тайăлнă (слаба глазами стала). N. Вăл тăн-пуçран тайăлнă пулсан та, ан шыра, тӳс. N. Пит шухăшласан, çын ăсран тайăлать, ухмаха ерекенсем те пулаççĕ.
тайăлтар
понуд. ф. от гл. тайăл; наклонять. КС. Сăра пичкере сахаллансан, пичкине тайăлтарса ăсаççĕ. Шурăм-п. Çатма çине çăв чӳлмеккинчен çăва тайăлтара-тайăлтара ярса… N. Вăл пĕлĕте тайăлтарса анчĕ. Собр. Уйра ларан хыт-хура, çил-ту пычĕ тайăлтарчĕ; пирĕн пек çамрăк ачисене ялти куштан тайăлтарчĕ.
тайăн
(таjы̆н), наклоняться. Пшкрт и др. Янтик. † Кĕтĕм вăрмана, тухрăм çаврăнса, йывăçсем юлчĕç тайăнса. || Прислоняться, опираться. См. тайăн. N. † Хура вăрман урлă каçнă чух чĕрĕ йăвăç кутне тайăнтăм (у др. йăвăç çомне сĕвенсе тăртăм). Синьял. Хуçмалла пукан таянмалла (sic!), тайăнмасан -килĕшмеçт.
тайлăк
(таjлы̆к), наклонный. Г. А. Отрыв. † Хура вăрманта хурăн тайлăк, хурăнташсенчен ати тайлак, тантăшсенчен эп тайлăк. С.-Устье. Ту аяккинче пĕр тайлăк хурăн ларать, тет. N. Ял-ялĕнчи ачисем тайлак кĕпер кашти пек, тайкалана çӳреççĕ. Альш. † Тайлăк хапха уçăлмĕ, юлнă кăмăл тупăнмĕ. Т. VI, 35. Тайлăк çултан та, тайлăк усал кĕпертен те эсĕ сыхласа, эсĕ упра, турă. (Учук). Скотолеч. 9. Вите урайĕ тайлăкпа (по причине...) кĕсре тăвалла тăсăлса тăрать пулсан.. || Шатающийся, titubans. П. Федотов. Ĕссĕр пулнă куркинчен, тайлăк пулнă стакканчен, ырă ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, сăпаççипă хуçине. || Покорный. ЧП. Пирĕн тайлăк пуçа хĕç витмест. N. Тутлă чĕлхемпе, тайлăк пуçăмпа пуççапатăп („бью челом“, молюсь). || Наклонно. Ст. Чек. КС. Урапана тайлăк тиянă (косо, на один бок). || Отлогий. КС. Тайлăк çĕтрен ан кай, тӳрем çĕтрен кай. Ib. Тайлăк тăвайкки. Ядр. † Çак куккăрта çул тайлăк, тӳнсе каятăп, тытсамăр (поддержите, а то я упаду, опрокинусь). || Косогорье. КС. || В перен. см. — несчастный. Якейк. † Ялта танăш ачасам хăшĕ тайлăк вăл ытла. Имень-к. Ах тайлăк, çул тайлăк, çул мар тайлăк, эп тайлăк! Эпĕ нимшĕн те тайлăк мар, çук çын хĕршĕн эп тайлăк. || В недостатке. П. Федотов. Çырлах турă, ан пăрах, мăн çăкăртан тăйлăк ан тăрат. (Из молитвы „çăкăр пуçланă чух“). || Назв. местности.
тавăр
(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).
таврăна
перевернутый. ЧП. Хура таврăна çĕлĕк. || То же, что тавăрна. СТИК. Çĕнĕ хăта хыççăн арçын енчен ратнесем пухăнса хĕр ратнисем патне çӳреççĕ. Кăна тавăрна теççĕ. М. Тиуши. Хĕрсем качча кайсан, ашшĕсем патне сăрапа пыраççĕ, пирĕн ăна: таврăна каяс, теççĕ; ун чухне хĕрĕ килти ашшĕсене те, лере хăй качча кайнă кил-йышсене те парне парат. Пирĕн таврăна хĕлле каяççĕ, таврăна е вуниккĕн, е тăххăрăн, е çиччĕн каяççĕ.
такăртат
(тагăрдат), стучать (ногами). N. Ура çинче такăртатса тăрса. Т. II. Загадки. Чашăк айĕнче чакак чакаклать. (Лаша ури такăртатни). Альш. Ку салтаксем такăртатса патша патне килеççĕ, тет. Ib. † Маттур ача, хура аяа, такăртатат ашшĕйĕн мулĕпе. Ib. Чӳлмек вырăсĕ çул çинче такăртатса ташласа çӳрет, тет.
такăрлат
сделать гладким, ровным. Н. Тим. Такăрлатнă çул, гладкая, укатанная дорога. Ст. Чек. † Анаймăттăм тарăн эп çырмана, такăрлатнă çулсем, ай, пулмасан. Баран. 86. Эпир, хура-халăх, çӳресе такăрлатнă тăвăр çулпа пыратпăр. N. † Йĕс таканлă аттăр пур, такăрлатăр урама (вар. çул çине). || В перен. см. Сред. Юм. Ăсĕм çолне такăрлатнă (означает, что они часто туда ходят).
таккулхах
ни с того, ни с сего; без причины, напрасно. Орау. Пĕр сысна çури таккулхах (по неизвестной причине) пĕчĕккĕ ӳсрĕ. Апат та пĕрлех çинă, уйрăм çиман — асси темĕскер. Ib. Таккулхах (таккулhах) çак хут çине çыртăм эпĕ, хура çĕре çырмалаччĕ.
талттин
подр. прыжку. Сорм-Вар. Мучи упи-шурă упа; талт(т)ин-талт(т)ин сик(к)ĕр те, хура вăрмана кĕрех карĕ. Ала 102°. Талттин-талттин сикрĕмĕр, тал-пиçене топрăмăр. (Свад. п.?) КС. Талттин! Прыг-прыг! || В см. существ. Панклеи. Уй варĕнче талт(т)ин сикĕ. (Çил арман). Актай. Уй варринче талт(т)ин ташлĕ. (Арман авăрни). Торай. Уй варринче талттин (талττиын, с -тверд. н) ташлать. (Арман).
тамаша
(тамажа), диковина, изумительная вещь. Баран. 17. Çилĕлĕ старик пĕр чĕнмесĕр ăсран кайса шухăшлать: ак тамаша! кам пулчĕ-ши? Ib. 24. Мĕн тамаша иккен: йывăçсене эпĕ шарт та шарт хуçатăп, çапах пĕрне те авса пĕкĕ тăваймарăм. Юрк. Ак тамаша!.. ытла ырă пурăннă çĕртен, темĕн-те-пĕр шыраса çӳрет! СПВВ. Тамаша куртăмăр. Ib. Ак тамаша. Вот диковина. Юрк. Мана мĕн тамаша пулчĕ-ши? Куç ӳкмерĕ-тĕр-çке? Тем масар йăвăрлантăм (заболел сильно). ЧС. Атте: лаша апла пулнă, тенине илтсен, хуйхăрса: ак тамаша тата! Паян, килтен кайнă чухне, сывăччĕ. Мĕн пулчĕ тата? Пĕр-пĕр синкер ленкрĕ-шим? терĕ. Ск. и пред. чув. 78. Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим? суйса парас тенĕччĕ. Ак тамаша! тĕрĕс-шим? Янтик. Ак тамаша! Ма мана каламасăрах кайнă-ха вăл? Хăй: каламасăр каймастăп, тетчĕ. N. Ак тамаша, вырăс çармăс тăвать! (О rem mirabilem, ex Russa nascitur Tscheremissius!). СПВВ. ИА. Ай тамаша! аплах пулмĕ-çке çак (не может быть этого). Сред. Юм. Акă тамаша, кĕре кĕнĕренпе те авăн çапма пĕр йôраллă кôн полмарĕ-çке ĕнтĕ.. Ib. Ак тамаша, мĕн пôлчĕ-ха ĕнтĕ тăта? Собр. Ак тамаша, самана, ытармалла мар сана. ТХКА 76. Ак тамаша, ку питĕ кирлĕ, вырăнлă япала-çке! терĕм эпĕ. Шибач. Йорлать, поплет, аташать, она итлемешкĕн тамаша! || Нечто чудное и страшное. Изамб. Т. Эпир çапла тамаша куртăмăр (страшное и чудное явление). || Часто выражает досаду. Шорк. Еккей тамаша, пулмарĕ вĕт! Ib. Ах, тамаша, укçа çукки хуплать-ха. (Выражается сожаление и досада). || Беда. КС. Вăл çын паян тамашана кăтартăрĕ (наделал беды). ЧП. Вот тамаша, топрăм хама хам валли. Качал. Пирĕн ачине япала, лашисене тамаша. (Свад. п.). || Обозначает затруднение (= мĕн тăвас, нимĕн тума та çук. Так обьяснил А. С Курушин). Хурамал. † Ула лаша тамаша, ака туртмаç (= туртмасть) тамаша. N. Еккей тамаша! СПВВ. Х. Ула лаша тамаша (= тумаша), ака туртмас мĕн тăвас? Ст. Ганьк. † Ула лаша тамаша, ака туртмаст тамаша. Хура лаша тамаша, суха туртмаст тамаша. Кĕрен лаша тамаша, киле килмест тамаша. Чуптар лаша тамаша, чупа пĕлмест тамаша. Çӳрен лаша тамаша, çул çӳреме тамаша. || Так кричат на лошадь. Амалăк-Кипек. Тамаша! (кричат лошади). || На диво. N. Якур тытса хунă çаран çинче курăк тамаша ӳссе кайрĕ. N. Малтан ку ялти çынсем тамаша аван пурăнатьчĕç (жили удивительно хорошо).
тан
(тан), равный, одинаковый; равно, одинаково, ровно. Çĕнтерчĕ 7. Çу каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. N. Çав карапа тунă чух, вăл ытти платниксемпе тан ĕçленĕ. Эльбарус. Кам суха патĕнче пулнисене пĕр тан уйраççĕ. Байгул. † Тавай сикес çӳлелле. Вăрăм çынпа тан (вровень) пулас. Якейк. Санпа тан полас килет. Ib. Эпĕр иккĕн пĕр танах. Мы с тобой одинакового роста. Шишкин. † Икĕ торă лашисем (т. е. пара их) тан чопаççĕ, килхепине тан тытсан (если будешь ровно держать вожжи?). N. † Икĕ хура лаша тан юрта-çке, чĕн тилкепи тăрăх тар юхать; пирĕн çамрăк пуçа нуша килсен, икĕ куçран куç-çулĕ тан юхать. Шишкин. † Тăван, пире мĕн полчĕ-ши — иксăмăр та (= иксĕмĕрĕн те) коç-çол тан йохать? Богдашк. † Хамăр тăвана курсан, икĕ куç-çулĕ тан юхăть. Сала 107°. † Уйрăлатпăр, тăван, уйрăлатпăр, хура куçăмăрсенчен тан юхать. Пазух. Пирĕн кинçĕм Праски пур, шăллăмпа тан ĕçлĕ-ха. N. Эп пыраттăм пахча çуммипе, икĕ кĕмĕл çĕрĕ тан выртать (парочкой, рядышком, на одинаковом отдалении от меня?). Ст. Ганьк. † Вуник купăс тан калать (на один размер). Кан. Эпĕр вăрçăчченхипе танпа пĕрех тырă-пулă акнă (почти столько же, сколько сеяли до войны). N. Эсĕ манпа тан. N. Унта пӳртпе тан пĕр йывăç ларатьчĕ? Бгтр. Вунă пурне вăйĕ тан мар. || Возраст. Сĕт-к. Вăрăм вырăс вут çолать, çави çине сĕвенсе; çак тана çитрĕмĕр, ати çине сĕвенсе.
танлă-пиçен
назв. раст. Н. Карм., Ст. Чек., С. Тим., Тюрл. Т. VI. 24. Хĕрлĕ тавара, хут çинчи кĕлеткене, танлă-пиçене хăçан куç ӳкет, çавăн чухне тин (Çӳппия) куç ӳктĕр. (Заклинание). Кашк. Танлă-пиçен, раст. с очень жесткими комочками (у пиçен комочки мягче). Нюш-к. Танлă-пиçен, (очень колюч). Н. Седяк. Танлă-пиçен — кив ана çинче, ту хĕрĕнче ӳсет; йĕплĕ, хĕрлĕ, пысăк пуçлă пулать. Пазух. Çырма танлă-пиçенпе ĕмĕр симĕс ларсан та, выльăх пырса çиес çук. Рак., Кайсар. № 93. Танлă-пиçен. Хура ĕне кутĕнчи хурта тăк! Хура ĕне кутĕнчи хурта тăк! тесе, çак пиçене патакпа хĕртсен, ĕне кутĕнчи хуртсем тăкăнатьчĕç, тет (ĕни мĕн тĕслĕ, тĕсне каламалла). См. таллă-пиçен, тал-пиçен.
танкăл
(таҥгы̆л), подр. звуку бубенчика, называемого танкăлтак. Сорм-Вар. † Танкăл, танкăлтак, танкăлтак сасси хура вăрманта.
тантиш
неизв. сл. Алешк. Пĕчĕкçеççĕ тантиш, шурă тантиш, кумасăр (курмасăр?) чунăм сават.
тап
(тап), пинать, толкать, дать пинка. С. Дув. † Тапăр-ярăр Сĕве пăрсене, туртăр-илĕр турă çырнине. ЧП. Тапса ярăр Атăл пăрсене. Б. Яуши. Ача, çӳçрен турта-турта, тапа-тапа, аран вăратрĕ, тет, хуçисене. Завражн. Пĕрре тапса сиктерем кона! Ib. Котăнтан тапса сиктерем! (Угроза). Ib. † Ампар алăк ма хора? Хĕветĕр тапса хоратнă. Чураль-к. † Ай пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет; çӳхеме те çиса ячĕ, такмакама та çиса ячĕ, хама та çиса ярать. Сĕт-к. Урамри каская тапса йăвантарияс çок (пинком с места не скатишь). Ib. Вăл осал йăтта тапса йăвантарса ямалла анчах (оттолкнуть ногой)! Сред. Юм. Котран тапса сиктерĕп! Пну в зад! N. † Кăмака çине вуртнă та (она легла), тараккан тапса вĕлерчĕ (мою жену). ГТТ. Тата тапса илчĕ. Пнул несколько раз. Çĕнтерчĕ 51. Тапса сиктерес килет. Янтик. † Туя начар тумашкăн, пирĕн аппа начар мар: тапсан, тăва çĕмĕрес пек. || Лягать. N. Лаши вĕсен тапаканскер (лягливая) пулнă мĕн. || Карабкаться, подниматься? ЧП. Тапма илтĕм тăваякки, çума илтĕм шурă чăлха. || Отталкиваться, приседая (во время катания на качели). Ск. и пред. чув. 31. Ярăнакан маттур хытăран хытă тапса ярăнать, çăка чĕтренет. || Бить (копытом). N. Унпа çула (на ней, в дорогу) тухсассăн, тапса-тапса вăл туртат (лошадь). Альш. † Пичче йăмăк (мдадшею сестрою брата) пуличчен, пичеври даша (пристяжная лошадь) пулас мĕн, тапса туртса çӳрес мĕн. Ой-к. Вара хай лаша тапрĕ-сикрĕ, тапрĕ-сикрĕ, тет те, вите алăкне çĕмĕрсе тухрĕ, тет те, часрах чупса, Иван патне чупса çитрĕ, тет. Н. Карм. † Çӳлĕ кăна тусем, ай, çийĕнче тапса çиет касак (исконно-чувашск. хусах), ай, лашисем. || Отдавать (о ружье). СТИК. Пăшална пере пĕлмесĕр, янаххăна çĕмĕрттерĕн! Ăна иккен хул çумне терĕнтерсе пемелле, эпĕ хулран аякка алă вĕççĕн тытса тăрап, Персе ярсан, çав тапрĕ те, чут кайса ӳкеттĕм. || Бить (о ловчей птице). Елбулак. † Тапрĕ-карĕ шурă аккăш чĕппине. Синерь. Ăмăрт-кайăк анса тапрĕ те, чул саланса кайрĕ, тет. КС. Хĕрен (ястреб) чăхха тапса вĕлернĕ (зашиб). || Бить (шерсть). ЧП. Çăм тапакан мăкшăсем. || Биться (о сердце, пульсе). N. Унăн чĕри пĕртте тапмасть, вăл ĕлĕкхи суранĕсем ыратнине туймасть. Пшкрт. Манăн чĕре хыттăн тапат (таβат). N. Тымар тапать (бьет). N. Чĕре тапать. Т. IV. Алă тымарĕ тапма чарăнсан, çын вара вилет, тĕççĕ. || Падать (о подставке скрипки). Нюш-к. Купăс кĕсри тапать. Подставка у скрипки (если ее косо подставить) падает. То же выражение и в Сред. Юм. || Удариться (т. е. направиться куда). Кан. Хламăв та, кайăкла, сивĕрен ăш енелле тапать. Сред. Юм. Тăвалла тапаççĕ = тăвалла каяççĕ. Ib. Паян тура (на горе) вăйă тохнă тем, ачапчасĕм пĕтĕмпе тăвалла тапрĕç. Ib. Паян ачапчасĕм порте анаталла тапаççĕ (= анаталла каяççĕ). N. Эпир, уна курсан, килелле тапса анчах сикрĕмĕр (ударились бежать). Янгильд. Манăн йолташ Артеми, пăрçана, хăмăлĕпе татса, ачасам сасă илтĕннĕ енелле тапса сикрĕ. Янгльд. Эпир пăртак анчах çитменччĕ, мулкачă çури тапса, сиксе тухса карĕ (выскочил резким прыжком и побежал). Собр. † Ямшăк лаши янт лаша. Ларса тухам, терĕм те, тапрăç-сикрĕç (бросились), мĕн тăвас! || Отгонять. КС. Кайăксам хурчкана тапаççĕ (гонят). Ib. Шăнкăрч йăви патне кушак пырсан, вăл кушака тапать (гонит криком и норовит ударить ее). КС. Крик мĕлле кайăк та, хурчка чĕпписем патне çывхарсан, тапать (отгоняет, старается отогнать). || Щелкать пальцем. Изамб. Т. Çанкаран тапмалла выляр! Давай играть в щелчки. Ib. Хурипе хурине, шуррипе шуррине тапаççĕ (в игре). Ib. Кам кама миçе шакă ытлашши парать, ул уна çанкаран çавăн чухлĕ тапат. || Производить давление, толкать. Эпир çур. çĕршыв З4. Пăспа тапса машшин чавсисем пăрахут урапине çавăраççĕ. Кан. Итталире тинĕс хĕрринче ларакан хими савăчĕн труписем тапса çурăлса кайнă. || Набивать. Янш.-Норв. Таврашне (приданное имущество девушки) тата икĕ çӳпçе тапса (битком) тултарнă (наполнены. В др. гов. посса). || Отбивать такт (во время игры на музыке). АПП. Вăрăм чăрăш тăрринче тапса калать хут-купăс. Аскульск. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах; эпир тепĕре киличчен, çĕн(ĕ) урата хурайĕç. N. Тапса пырать. || Плясать с притоптыванием. Алших. † Тумĕç, терĕç, хĕр сăри, турăмăр та тапрăмăр. || Ударять. Ст. Шаймурз. Ача çĕнĕ çыннăн сăмсине пырса тапат та, çĕнĕ çыннăн сăмси шыçса кайса кăкăрне çитет. || Кидаться (в нос). N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || То же о газе в шипучих напитках. Альш. Памарски квас ĕçрĕмĕр те, сăмсаран тапат. || Хлынуть, хлестать. Ёрдово. Çырма-çĕрмесенчен шыв тапса анать. Яноре. Килнĕ чухне пăр çинче туçса ӳкрĕ те, сăмсинчен юн тапма пуçларĕ. N. Йон тапать. О сохр. здор. Ăшран юн тапать. N. Паян питĕ вăйла шу тапса анчĕ. N. Йĕркесĕрсенĕн пурлăхĕ пĕр тапхăра тапса анна шыв пек пĕтсе ларать. КС. Сăмсаран юн тапать (хлыщет кровь). Тюрл. Сăмсаран юн тапнипе аптрать. Страдает кровотечением из носа. N. Хăвăн халăхна инкек-синкексенчен, хирĕç тапса килекен хумсенчен хăтар. || Разливаться, выбивать. ТММ. Çырма тапат, река разливается, выбивает. N. Вунă кун вăрçсан, шыв тапса тухрĕ. Альш. Шуртан, лачакаран тапса, яла пĕтĕмпе шыв кĕрет. Ст. Чек. Тан тапат (пăр çине шыв тапса тухат, вара хутлă-хутлă пар шăнат). N. (Шыв) пӳлĕнсе (вар. тапса) хӳме пек пулса тăнă. || В перен. см. о толпе. N. Нумай халăх пĕрле тапса килчĕ, тетĕн.
тапăртат
(табы̆рдат), топать, шуметь, стучать ногами. Хурамал. Туй çыннисем тапăртатса тăраççĕ (стучат). Ib. Тапăртатни — хытăрах шавлани, чем тăпăртатни. КС. Ун ташши ман кăмăла пĕртте килмеçт: темскерле тапăртатса ташлать (со стуком). Paas. Тапăртат, выражает более глухой звук, чем тĕпĕртет. Чăв. й. пур. 18. Ку салтакĕ вырăсла каланă: часрах, тесе, тапăртатса тăнă (топал ногами). Якейк. Сана ташлама пĕлменшĕн кам ятлать: пĕре тапăртатса ил те, çитет (потопай ногами, и довольно). Менча Ч. Ял патне çитерехпе, кӳме тăрне ăлăхса ларса тапăртатса, шăпăр каласа пынă, тет. Янтик. † Турта тулли тур лаша тапăртатса пырать-çке. ЙФН. Хура турă лашийĕ тапăртатса вăл пырать (быстро перебирая ногами, но не широко шагая. КС). Paas. Урипе тапăртатать. М. Чолл. Ылтăм ăйăр тапăртатса тăрать. Йуç. такăнт. 12. Карчăк! Эсĕ тата мĕн тапăртатса тăран унта? || О судорожном плаче. Ст. Чек. Тапăртат, топать судорожно при плаче на одном месте. Ib. Тапăрртатса йĕрет.
тапăртаттар
понуд. ф. от тапăртат. Paas. Ан тапăртаттар урăна (в др. гов. урупа). ТХКА 47. Туя кӳлçе кайса, тапăртаттарса, ташлатса, пуçа ывăтса, хӳрине тӳлесе, çилхине хĕрлĕ, симĕс, сарă лентăсемпе çивĕтлесе, туй халăхне тĕлĕнтермелле лашасем пулман та пирĕн. || Скакать. КС. Сутнă лаша киле тапăртаттарса килчĕ (прискакала). Яргуньк. Выртса йăванчĕ те, пĕр хуп-хура, тĕнчере çук лаша пулчĕ те, хула хушшинче тапăртаттарса çӳрет, тет. СТИК. Халĕ авăна харăс-харăс çапмаççĕ, тапăртаттарса çапаççĕ (не враз, а с перебором). || Пробирать (кого). Буин. 155. Тапăртаттарса илчĕ. Пробрал.
тарт
(-т), понуд. ф. от гл. тар. Эльбарус. Ун чухне пур усалсене ялтан тартмали йĕркесене пурне те тунăччĕ, теççĕ. Тайба-Т. † Çакă ялăн ачисем хĕр вăрлат та, хĕр тартат (воруют невест, а невесты от них убегают). || Упускать (пойманное). Пазух. Тиек йытти тил тытать, и-ю, тил тытсан та, тил тартать. || В перен. см. N. Анчах аслă пуçлăхсем, чиновниксен аллинчи кулаçа тартасшăн пулман (не хотели выпускать из своих рук сладкого куска). Полтава 49. Гетман хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || „Сплавить“ в другое место. Сунт. Пирĕн укçине (деньги-то) кунтан тартас пулат. Орау. Йĕрне шыраканнинчен тартса çӳретеççĕ (жгут спроваживают от одного к другому, чтобы ищущий его не заметил). Тăв. 43. Ыранччен тартмĕç-ха. До завтра еще не сплавят (хлеб). N. Тата килти япаласене пĕрех май тартать Малти-кассалла.
тарлат
потить (заставлять потеть, вгонять в пот), К.-Кушки. † Приюма кайнă чух хура лашана тарлатрăм.
тарлă
(-лы̆), потный. О сохр. здор. Подг.-Шигали. † Хура вăрман виттĕр çул кастартăм (велел прорубить), тарлă уттăма (sic!) сулхăн тăвасшăн. Алших. † Тарлă утсене кăкарма. N. Тарлă ĕçле (в поту).
тарай тутри
то же, что тарай çитти; „красный, каемчатый платок (с белыми полосками по краям)“ Микушк. Собр. † Тарай тутри çине сар чашăкпа сим лартар. Юрк. Аннеçăм (так!), ир тăр та питне çу, шурă тарай тутрине пусса шăл (утрись). Бугульм. † Çеçен хир урлă тилĕ юртать, шурă тарай тутрисем витĕнсе. Шел. 20. Çулте тарай тутрисем вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçетчĕç (при пляске). Якейк. † Ылтăн сăпка, йĕс пĕкечи, тарай тотри сарсамăр. Сенчук. Кĕçĕн инкенĕн тӳшекки — тарай тутри татăкĕ. Мусир. † Урлă кĕлет тӳпи çине урлă-марлă кашта хур. Урлă-марлă кашта çине тарай тутри илсе сар, чăпар куккук илсе ларт.
таракан
(тараган), таракан. Альш. Хĕрлĕ таракан, прусак; шурă таракан (çамрăкки); хура таракан, черный таракан; симĕс таракан, шпанская муха. Юрк. Шурă таракансем тухсан, сивĕ пулать. Ib. Таракан çăмарти (так и в Сред. Юм.); таракансем çуралнă вăхăтра мачча çинчен тем чухлĕ таракан çури ӳкет. N. Таракан эмелĕ, средства от тараканов. || Металлические украшения (поперечные перехваты) на поперечинах шлеи, имеющие вид как бы таракана. Так и в Тюрл. N. Кутлăх çинчи таракан (жестяные украшения). N. † Йĕвен çинчи йĕс таракан виç çухрăмран çуттарать.
тарилкке
тарелка. ЧП. Ылттăн тарилкке. См. турилкке, тôрелккă. Собр. Хитрене тарилкке çине лартмалла мар, теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИА. Тарилкке çине яшка антарса çиеççĕ. Богдашк. † Пăхăр сĕтел çийĕнче шурă тарилкке пулинччĕ.
тарăн
(тары̆н), глубокий. N. Çакăнта (тут) шу тарăн-и? N. Кăть ишетпĕр (плывем) те, чарăнатпăр; тăрса пăхатпăр та: тăрмала мар — тарăн (встать на дно нельзя: глубоко). Ст. Шаймурз. Хура сăхман кăсйи тарăн мар; тарăн пулмасан та, мăйăр тĕшĕ (ядра орехов). Сред. Юм. Тарăнтан сохалать. Пашет глубоко. Собр. Çын умне тарăн ан алт, теççĕ. (Послов.). Вишн. 72. Тарăн алтсан, эпир шыв çулĕ патне çитетпĕр. Пазух. Çуртисемех çунать, тарăн юхать, хĕрлĕ тиллĕн куçне те курăнмасть. || В перен. см. N. Эй витĕр пăхса курăнми тарăн тĕп, савăн! || Глубина. Альш. Шăтăкĕ (нора) вĕсен (сăвăрсен) питĕ тарăна каят. Ib. Тарăна янă. Пустил глубоко. Виçĕ пус. 33. Вĕсем тымарĕсене çĕре тарăна ярса унтан ытти тырăсенчен ытларах çимĕç сăхаççĕ. || Высокий, густой (трава). С. Тим. † Тарăн курăк çинче (вар. айĕнче) çĕр-çырли, хăçан тухайĕ-ши çиеле? Микушк. † Путене кайăк-мăнтăр кайăк, тарăн курăк тĕпĕнче.
тармак
натек, капельник. Аку. † Шурă пӳртре çуртасем çунаççĕ, тармак-тармак çăвĕсем тумлаççĕ. Рак. † Çӳлте çурта çунат-çке, тармак-тармак çăвĕсем тумлат-çке. К.-Кушки. † Хамăр тăван аса кисессĕн, тармак-тармак куç-çулли юхат-çке.
тасат
(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.
таçтан
(тас’тан), неизвестно откуда, откуда-то. Орау. Таçтан çавăрнса килчĕ ку усал? Не знаю, откуда заявился этот чорт! (Гов. о человеке). М.-Чолл. Сасартăк таçтан янтраса карĕ. Чăв. и. пур. 26. Уретнике курсан, таçтанах тарать (убегает, как только заметит урядника). СТИК. Таçтан çуралнă, шуйттан ачи-пăчи! (Гов. взрослый человек в сильном раздражении на маленьких). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурийĕн те шап-шурă, таçтан аякран курăнса тăраççĕ (виднеются невесть откуда, издали). Бур. † Эпĕ ырă курмасси таçтан витĕр курăнат. Уж и сейчас отлично видно, что мне не видать добра. (Плач невесты). || Неизвестно как. Кан. Председатĕл хăй те капла хăтланать те, ĕç таçтан мала кайтăр (т. е. не может итти вперед, не может быть успешным). N. Манран ытлашки пулнă эсĕ, таçтан тупнă çилĕ.
те
(тэ, т’э̆), и, да, еt (союз). См. та. СТИК. Çапла пĕр çул иртет, иккĕ те иртет. Прошел год, прошло и два (из рассказа). N. Мĕн çиес килнĕ, ăна çирĕмĕр (ели): улми те пур, пылĕ те пур, чăххи те пур, тепĕр чухне вара çăккăр çиме те вăхăт çукрах. Слакбаш. Ан çи те, ан ĕç. Эп ĕçместĕп те, çиместĕп те. Альш. Хĕр чухне кăна савăнни те. Только и радости то, что в девках (в девичестве, т. е. пока не вышла замуж). Зап. ВНО. † Çакă ялăн ачине инке-арăм та юрĕччĕ; пирĕн ялăн ачине пĕр сар хĕр те юрĕччĕ. Панклеи. Кошак кон патне те сиксе тохать. Хĕр кошака тапать те ярать, тапать те ярать. || Может повторяться. Альш. Пурте пур унта: пĕр килĕ хăнисем — унта Каши те пур, Мертли те, Раккасси те, Пӳркелĕ те. Регули 1489. Эп те, вăл та пыман онта. || Иногда речь бывает прервана. N. Лаши шăнарать те... лошадь сердится (и потому опасно к ней подходить). N. Хăй тивет те!.. Сама бьет (заставляет работать и пр.). || Хотя и... Регули 1483. Эп ĕнер килтĕм те сирĕн пата, эсĕр килте çок. СТИК. Пухăва каймаллаччĕ те ĕнтĕ, анти — мансăр пуçне те тăвĕç мĕн тумаллине, тенĕ. Орау. Хĕлле эсир: мана чăваш сăмахĕсене çырма ярăп, терĕр те, ямарăр. Орау. Ĕнер вăл ман пата килнĕччĕ те, эп: килте çук, теме хушрăм. Регули 82. Ман конта исе килес те, эсĕр илес çок (или: эп конта исе килсен те, эсĕр илес çок). Сред. Юм. Авăн пит çапмаллаччĕ те-ха, хôплать вит Çĕрпӳве каймалли. N. Ку юр кайсан выльăхсене килте тытматтăмăрччĕ те-ха, анчах юр хăçан кайĕ. Орау. Лаша, теме хăтланать те, уçсах калаймаçть. Хочет сказать: „лошадь“, но выговаривать ясно не может (напр., маленький ребенок). || Уже. Кан. Вăт, Кĕркурин, курăк каллех çулмалла пулчĕ те, теççĕ. Альш. Тухатпăр, япаласене вăй çитнĕ таран пуçтаратпăр та, пирĕн ял вăтаткасса çитнĕ те ĕнтĕ вут хыпса. Яргуньк. Лешĕ (он) кĕпипе хурĕ (= хыврĕ), тет: хусан, Ваньккă çитсе кĕчĕ, тет. Хурамал. Çапла каласанах, леш çын хутаççа кĕрсе те выртнă. Бгтр. Мăнкон çитрĕ те-и? Разве пасха уже наступила? || Тут же. Альш. Кайрĕ хайхи вут чупса. Пĕр килле хыпать те (огонь), тепĕрин çине сиксе те ӳкет. Коракыш. Каçпа карчăк тухнă та: ши! шăхăрнă, кĕç улттăн сиксе те тухнă. || Вот и. Кан. Индустри зайомне çырăнса илекенсем пулчĕç-и те. || Указывает на нечто непредвиденное. Юрк. Çемйисене Пăвана куçарнă вăхăтра (он) хайхи ашшĕ, Миките Микулайĕ, вилсе те каят. Шинар-п. Атте мана каларĕ: мĕн тăвасси мĕн те, пĕтетпĕр вĕт! терĕ. Отец отвечал мне (на вопрос: что делать?) Что делать то, что делать, а ведь, мы погибаем! Орау. Вăсем иккĕшĕ пĕрле пурăннă çĕртех старикки чирленĕ те, вилнĕ те (или: вилех те кайнă, или: вилсе те кайнă, или: вилнĕ-кайнă). Альш. Мишукне салтнă та, тутарĕ сиксе те тухнă. С. Айб. Улпут, хуран куклине илес тесе, аллине кăкшăма чиксе ячĕ, тет те, алли кăкшăмран каялла тухмасть те, тет. || При обобщении. N. Шывне виçĕ савăчĕпе те (во всех трех сосудах) илсе килеççĕ. Якейк. Ман виç ĕнине те сотмалла полчĕ. Кан. Хăшĕ калаççĕ: Çеçпĕл Мишши сăввисем çинчен каламаллăх та çук, унăн мĕн пурĕ те 2—3 сăвă çех, теççĕ. Полтава. Мазепа вăлсен иккĕшĕн пуçне те кастарнă. Мазепа велел им обоим отрубить головы. N. Унăн вăрăмĕ те мĕн пурĕ те çичĕ çухрăм анчах. N. Пирĕн мĕн пурĕ те (всего на всего) пĕр урам анчах. Коракыш. Кирек те мĕнле (во что бы то ни стало), Иван арăмне мана илсе пар. Во что бы то ни стало, добудь мне жену Ивана. Синерь. Хун ирĕк (твоя воля), кирек те мĕн ту. Ашшĕ-амăшне. Мана тесессĕн, кирек те ăçта кай. По мне, так иди куда хочешь. || Выражает усиление. Юрк. Пирĕн кăмăлăмăра пит те килсеччĕ (она). ТММ. Атăл çинче темĕн чухлĕ те кимĕ çӳрет те, çапах та йĕрĕ палăрмасть. (Хĕрарăмсем çинчен калаççĕ). Ала 27. Эсĕ ăçтисем (ты чья), эпĕ сана кунта халччен те курман, тенĕ, тет. N. Пĕр çирĕм хутчен те кайса килет пулĕ вăл. Янтик. Ц. Лачкасси пирĕнтен инçех те мар; васкаса, хăраса чупнине çитмелле те мар. || Соответствует русск. „а“ (в некоторых оборотах). N. Çурчĕ те, ачам!. Çурчĕ, çурчĕ. Çуртне пăх-ха! Один дом чего стоит („а дом то“...). || Юрк. Çурт туса пачĕ пулĕ? тесе ыйтат.— Пачĕ те, тет ку та. || Даже (иногда не переводится). Завражн. Онччен темĕскер те полĕ-ха! До тех пор еще невесть что случится (может случиться). N. Çапрĕ те-и ăна. Тыттарчĕ те-и вара ăна? N. Çын ĕçленипе тăранса пурăнса вĕсем ĕçлеме манса каяççĕ, кайран пĕр ĕç те ĕçлейми те пулаççĕ. О сохр. здор. Çав хĕрнĕ çан-çурăм çур тавлăкчен те сивĕнмест (от паренья в бане). Шурăм-п. Çавăн пек чăваш пĕрех çеç те марçке-ха вăл. Ведь, таких-то чуваш, смотри, не один. || В песнях имеет неопределенное значение, заменяет недостающий слог в тексте. Альш. † Икĕ те сарă ача эп ӳстертĕм, икĕ те хура куçăмсенчен пăхтарса.
те
(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.
текех
(тек+усил. част. ех), постоянно. Торх. Ун чухне сивĕрех (холодновато) те, хура-кураксем çуртсем тавра текех вĕçсе çӳреççĕ. N. Эсĕ ман пата текех пиçмо (= çыру) ярсах тăр.
телей
(тэл’эj, т’эл’эj), счастье. N. Хĕвел аннă вăхăтра турă телей валеçет, тет, çавăнпа çывăрма хушмаççĕ; çывăрсан телейсĕр тăрса юлать, тет. Сюгал-Яуши. Ман юлташ пысăк пулă тытнă та, кăçкăрса ячĕ: ай, ман телей! терĕ. N. Телее укçа парса илме çук. N. Пирĕн телее йытă çинĕ пулĕ. Ст. Чек. † Шурă аккăш вĕçет, ай, малалла, ик çуначчи юлат, ай, каялла. Эпĕр шухăшлатпăр, ай, малалла, пирĕн телей юлат каялла. (Солд. п.). Орау. Халăхсене телей валеçсе панă чухне чăваш урине сырса юлнă, тет. Трень-к. Анчах манăн хот вĕренме телей сахал полчĕ: школ хамăр ялта çок полчĕ (не оказалось). N. Çул çинче выртакан япалая тупсассăн, хуçи тупăнсан та, ăна каялла ним укçасăр пама юрамасть, телей çухалать, теççĕ. ЧП. Çинçе пилĕк, хура куç, кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? ЧС. Чăнахах та (и действительно), ман телее (на мое счастье) унта шыв юхса выртать. Юрк. Телейне хирĕç (к счастью) хăйсем ялĕнче ана-çарансене çĕнĕ ятсемпе уйăрсан (çĕнĕпе тусан), ачисем ята кĕрсен тин пăртак сывлăш иле пуçлат. Бюрг. Телейне хирĕç хунĕ пырат-кĕрет те: мĕн ĕçлен эсĕ, кĕрӳ? тесе ыйтат. N. Пайтах вăхăт иртсен, çак çук-çынни ватăлмалăх кунĕнче, телейне хирĕç, пуя кайрĕ, тет. N. Манăн телей пулмарĕ çавă йăвăç тăрринче. N. Ман телее темскер çисе янă. Якейк. † Вăрмана карăм — шанки çок, киле килтĕм — арăм çок, ахаль пирĕн телей çок. N. Телей çине телей. N. Телей курса пурăннă чух хĕн-хурлăх манăçа юлать (бывает забвение о несчастьи). ГТТ. Телей пĕтни. Т. VI, 21. Асăнатпăр, витĕнетпĕр ачамăрпа. Вăсен телейĕнчен те пулин, килен-каян телейĕнчен те пулсан, патăр. Çырлах! (Ака пăтти). N. Пасара карни (= кайрăн-и)? — Карăм.— Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм.— Ак телей! — Телейи-япали, кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. Чебокс. Ман телейпе, на мое счастье (потом в оригинале учителем исправлено на „телее“). Истор. Хыçĕнчен ăна темĕн чухлĕн ухăсемпе пере пуçланă анчах, унăн телейне кура, пĕри те тивертеймен (не попал). N. Унтан вăл хăй те, виçĕ çул пĕр телейсĕр патшара ларсан, усал тискер вилĕмпе вилнĕ. Кн. для чт. 11. Ун телейне кура çав хутрах урампала ача пырать. Баран. 110. Çĕр ĕçлекен телейĕнчен тырра пĕтерекен кайăк-кĕшĕк çуллен темĕн чухлĕ пĕтет. Ачач. 98. Ача телейне пула, халь çинче ашшĕ ăна нимех те усал тумарĕ. || Доля, судьба. Орау. Этемĕн хăй телейĕ ĕнтĕ ун, курассине курать. N. Пирĕн телей çанашкал полчĕ поль. Видно, такова наша судьба! N. Эх, пирĕн телей икĕ вĕçĕ те шĕвĕр полĕ! N. Пирĕн телей малтан пырат, çынсем курма килеç тем чул. Турун. Эпĕ поян çынăн телейĕ, тенĕ.— Ман телей ăста? тесе ыйтнă вăл вара. Лешĕ каланă: санăн телей ял хапхи патĕнче, тенĕ. Шор-к. Авалхи çынсам каланă: телейна (= телейне) пĕл те, Москава кай, тенĕ. N. Телейне пăх та, Мускава кай, теççĕ. (Послов.). N. Мĕн тăвас тен эсĕ, хамăр телей çампек (= çавăн пек) поль. ЧП. Эпĕ ĕмĕтленетĕп малалла, телейĕм туртать каялла. Байгул. † Телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. (Песня на поминках). || На конце пальцев, со стороны противоположной ногтям, расходятся складки кожи, в виде как бы концентрических дуг; у некоторых эти дуги образуют как бы законченную спираль, у других этого нет. Эта спираль называется телей (счастье): у иного оно есть, у другого нет. КС. || Встреч. и во мн. ч. N. Телейсем çапла пулчĕ пуль пирĕн тĕлтен! Такова, видно, наша участь. (Из письма). Курм. Телейсам.
тем чул
неизвестно сколько. Кан. Тем чул пулать ку, те пĕр четвĕрт пулĕ. Пазух. Шурă, шурă, шур çăка, çăка çулçи çаврака; тем чул çаврака пулсан та, тенкĕ вырăнне çакас çук. Торп-к. † Пĕчченĕн-пĕччекĕн (по одному; вар. пулккăн-пулккăн) хĕр тăрать; тем чул пулккă (вар. пулккăн-пулккăн) тăрсан та (как бы много ни стояло), чун юратни çуна çинче. (Маслян. п.) Сорм-Вар. † Ай, инке Матрен пур, тем чул нумай ларсан та, майра хĕрĕ пулас çук. || Затруднительно сказать, насколько... КС. Тулĕк (только) ку япала тем чул сан кăмăлна килĕ (не знаю, понравится ли она тебе). Торп-к. Амăш калар, тет: тем чул илсе килиян-çке (не знаю, сможешь ли ты принести ее). Илсе килен пулсан, илсе кил. || Едва ли. Якейк. Он патне каясси кайăн та, тем чул килте вăл (едва ли он дома). Ib. Тем чол май килĕ сана араслана корма. Едва ли придется тебе увидеть льва.
темĕн чухлĕ
то же, что темĕн чул. Юрк. † Шурă хăваран шурă пӳрт эпĕ лартрăм (поставила), темĕн чухлĕ тиек кĕрес пек; çаккăн чухлĕ пĕвве ӳстертĕм, темĕн чухлĕ ыра сăмах илтес пек. N. Кирек камăн та, хай пурăннă вăхăтра, темĕн чухлĕ манмалла мар вăхăтсем пулаççĕ (много незабвенных минут). N. Вун çулхи ачасем килте темĕн чухлех ĕçлесе пулăшаймĕç (т. е. от них большой помоги быть не может). N. Хулине илсе темĕн чухлĕ çын вĕлерсе пĕтернĕ.
темĕскер
неизвестно что. Бр. п. водку. 5. Çав апайăн вара темĕскер пур манпала (что ей до мени, что она меня не оставляет в покое)? N. Темĕскер тума çыру ямастăр эсир? || Какая-то вещь, что-то. Ст. Чек. Çаксем ялан темĕскер çухатнă пек шыраса çӳреççĕ. Баран. 87. Çавăнтах темĕскер хури курăнса кайрĕ. Регули 198. Эп илтрĕм, эсĕр темĕскер попленĕ. Орау. Кил-ха конта, темскер пур! Иди-ка сюда, здесь что-то естьI N. Тухтăр патне çӳретĕп: те суять, те ахаль лăплантарать: нимех те çук санăн, тет, çапах темĕскерсем (какие-то лекарства) ĕçме хушрĕ. || Что-то особенное. N. Халĕ хĕлле мар, хыт-сухана та яма пулать, вăрмана та. Çарансем çинче те темĕскер çук вĕт (ничего особенного нет). || Шут знает что. ГТТ. Темĕскер туса хĕл иртет. Зима проходит шут знает за какими занятиями (т. е. без видимых результатов работы). N. Эпир ăна: темĕскер пулĕ, тесе, ĕнесене хăварса тартăмăр. || Употребл. для обобщения. Альш. Хăятран лерелле темĕнле-темĕнле ялсем каяççĕ вара унта: Çĕнĕ Хăятсем темĕскерсем. || Какое-то существо. Актай. Каллах кусен сĕтне (их молоко) темĕскер ĕçсе кайнă. Артюшк. Анне, ав лере темĕскер килет, шап-шурă сухаллă, аллинче темĕскер пур. || Какой-то. Шурăм-п. Вĕреннĕ çынсем çĕнĕ лайăх япала тупса кăларсассăн, тĕттĕм халăх ăна ирĕксĕр илнĕ пек анчах илет; малтан: темĕскер усал япала вăл, тесе, хăраса тăрать. || Что-то, почему-то. Болезни. Эсĕ мĕнпе чирлерĕн? тенĕ. Лешĕ каланă: „эпĕ нимĕнпе те мар, çынсем хĕлле, ĕç çук вăхăтра, юмах итлесе, чĕлĕм туртса ларнă çĕре, хурал пӳртне кайкаласах чирлерĕм темĕскер. Шурăм-п. Хĕрарăмсем те урамра темĕскер кумаççĕ (что-то, по какой-то причине снуют туда и сюда). Ib. Темĕскер астумастăп. Темĕскер астуми пултăм. Что-то не помню. Я что-то начал забывать. Ib. Темĕскер çӳрейми пултăм эп. Я что-то, почему-то, начал хворать. || Неизвестно (трудно определенно сказать, так ли это). N. Анчах, тен телейне кура, темĕскер (м. б., на его счастье, что-ли), тăлăх-турата Пахум Унтри арăмĕ усрава илнĕ. N. Краçниккăв, çакна кура темĕскер, хăй çурт-йĕрне 5500 тенкех пама пулнă. || Пожалуй. БАБ. Ку, темĕскер, хамăра вĕлерсе пĕтерĕ, тесе (боясь, что он их убьет), хăраса пурте киле тарса кайрĕçĕ, тет. || Должно быть, что-ли (предположение). Коракыш. Вăн пĕркунне эпĕ сире армана мĕнле чармаллине каларăм-ç-ха, çавна халĕ пĕвеленĕ. Пĕри итленĕ темĕскер, тенĕ. N. Халь вăхăт çук темĕскер. БАБ. Анне те, те хурланчĕ темĕскер те, куç-çулĕ шапăрах юхса тухрĕ.
тен
(тэн’, т’эн’), может быть, возможно; авось. N. Тен, вăл вăхăтра пӳртре никам та пулман. Ал. цв. 15. Мана пӳрсен, тен, эпĕ сан патна каллах та тавăрăнăп. Бес. чув. 9. Лайăх çитерсен, пырĕччĕ те, тен, анчах лайăх çитересси ăçта ĕнтĕ вăл ку çулсенче (где уж хорошо кормить на этих годах)! N. Пăртак шухăшлăса тăркаларăмăр та: тен, курмĕ-ха, тесе, пĕринчен пĕри иртерсе (взапуски), вăрманалла чупса кайрăмăр. Туперккульос 6. Малтан ленксе чирленине çын, тен, ирттерсе те яма пултарĕччĕ. Сунт. Ашшĕ ун, тен, ĕмĕр килмĕ. N. Кăна (это письмо) илсен, тен, мана валли пĕр-ик минут тупăнĕ — мана çырса ярăр часрах. Абаш. Тен, вăл сан патна кĕрĕ (зайдет). Истор. Шведсем, тен, пире темиçе хутчен çĕнтерĕç, анчах эпир вĕсене çĕнтерме хăйсенченех вĕренĕпĕр! Б. Олг. Пăрахма (уступить) полмас ман, паранкă таса (хорошая) ман. Воç леш çынне (у того человека) ил; вăл, тен, йӳнех парат полĕ, онне ил (купи). N. Тен, ăçта пĕлес (кто знает)? Пире хĕрхенсе ачасене те тупса парĕ, тенĕ. Ib. 468. Вăл килĕ, тен. СПВВ. Х. Тен, парĕç-ха. Может быть, еще дадут. С. Дув. † Çакă хăта патне килсессĕн, тен, чыс курмĕ тесе, пĕлетре? Альш. Тен, çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнчи (население этой местности разселилось все так). Ала 94°. Вăсем татах ыйтнă: тен, кунтах пулĕ пирĕн ача, тенĕ. N. Тен, парĕç, теççĕ. (В Якейк.— тетен). Истор. Паян сывă, ыран, тен, тупăка выртăпăр, тесе пурăннă. N. Суйланă çынсене, тен, тĕрлĕ майпа илĕртме, тĕрлĕ майпа хăратма тăрăшĕ. Якейк. Йăван ули, тен, çавăн чух капан тăрринче пулнă. || Пожалуй. Абаш. Тен, çомăр полать паян. Сред. Юм. Паян ôкçа ыйтма ан кай-ха эс ôн патне, килте çôк-и, тен, ô. Ты сегодня не ходи к нему за деньгами, пожалуй, его и дома нет. N. Тен палхав тухса ан кайтăр (как бы, пожалуй, не случилось бунта), тетĕп. || Вероятно. Уганд. || Часто соединяется с вопрос. частицами. Бес. чув. З. Çук, эпĕ ахаль: тен чирлемен-и-вăл, тет; пулать вăл хăш чух çапла. Якейк. Вăл килет-и тен-хе (тетен вăл килĕ-ха). Может быть он еще (энкл.) придет. N. Тен, эсир янă писме те çавăнта карн тен. ТХКА 77. Вырăсла питех пĕлменскер, çырассине хам йăнăш çыртăм-и тен. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет-килет текерлĕк. Абаш. Онăн окçа пор-и тен. Ib. Вăл контах-и тен. Ib. Хăйсемех исе карĕç-и тен. Орау. Каймаçть те-и-ха тен вăл паян. Он сегодня, может быть, еще и не пойдет. Трахома. Илтнĕ пулĕ-ха, е курнă та-и тен, епле хăшĕ-хăшĕ куç пирки тарăхса çӳреççĕ. ППТ. Тен, çулахи пек çĕр типĕ, кун ăша пулсан, вăсене те ытăчĕ-ç-и тен (т. е. рубахи и обувь скинули бы и бросили), анчах халĕ сиврех, те çавăнпа кăна чарăнса тăраççĕ пулас. Регули 467. Çавă вăл-и тен. Ib. 469. Эсир паян каймастăр-и тен. Ib. 470. Çавă вăл полать-и тен. Может быть, это он. Ib. 489. Вăл тури (= турĕ-и) — тен. Ib. 1390. Килет-и тен, тăхта пăрластăк (погоди немного). Чăв. к. Шур Атăлсем урлă каçнă чухне тен шур пулă тытса çирĕр-е? Пĕвĕрех çурта, çӳçĕр ука, тен пан-уммн çисе ӳсрĕр-е? С. Дув. † Пĕвĕрсем çурта, сăнăрсем улма, тен пан-улмн çисе ӳсрĕр-е? Ст. Чек. Тен эс çапла турăн-а? Букв. 1904. Çинчех тухтăр патне кайнă пулсан, чĕрĕлĕччĕ тен-и тен? || Кажется (выраж. сомненне). СТИК. Çавăнта карăн-а тен? Çавă пачи (= пачĕ-и) тен? Ib. Çавă килчи тен. Кажется он пришел. Ib. Тен çавă хĕнери? (Сочувственно говорит взрослый человек ребенку, когда тот плачет). || Соединяется с другими выражениями возможности. Юрк. Ĕнемĕре тен куç ӳкрĕ пули (= пулĕ-и) — пит начарланчĕ-çке, тет. N. Каваш паракантан та сыхланса тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл, тен вăл хăйшĕн канаш тăвать пулĕ, тен вăл сан çинчен шăпа ярасшăн пулĕ. N. Тен эсир хăвăр пĕлекен улпутсем урлă мана, Хусаналла сĕтĕрме пултараймăр-ши? || Что-ли (выражает недоумение). КАЯ. Çапла çав, килемей! пирĕншĕн таштан инкек тупăнса килет-и тен: ĕнер Тумия урнă йăтă тулланă. || Не знаю. В. Олг. N. Тата чӳречесем шап-шурă шăнса ларнă вăхăтра та вăл урамра çара-уранах (босиком) çӳретчĕ. Темле çӳретчĕ тен, эпĕ шухăшлатăп та, ун тӳсĕмлех нумай пулĕ, тетĕп. Сред. Юм. Тем çăвине памас-и тен. Не знаю, почему он не лает. || Как будто? Капк. Тен, çуна сасси илтĕннĕ пек туйăнса-а кайрĕ. Кан. Тен, чĕрене касса кăлараççĕ-и? Ib. Йӳнĕ таварсем татах илсе килчĕç-и тен? В. С. Разум. КЧП. Илтĕннĕ (надо: илтĕнне?) кура (по слухам), Яппунире çĕмĕрĕлнĕ хуласем вырăнне пĕтĕмпех шыв илсе ларнă-и тен (как будто затопило водой).
теплескер
неизвестно кто; неизвестно что. Юрк. Хăвăрт авлансан, теплескер пулат (неизвестно, какая жена попадет). Ib. Эсĕ ун чухне теплескерпе хура-халăхпа юнашар утса пыраттăн (ты с кем-то, с простолюдином, шел), эпĕ сире ун чухне вăтанса пуç таймарăм.
тына
(тына), телка. Альш. † Кĕтӳрен анат шурă тына, сĕтне суса илсе сахăр ту. N. Ĕне пруларĕ, тына турĕ.
тырăлăх
встреч. в след. обороте. ЧП. Хура хурлăханăн вăрлăхĕ Питĕрпур хулинче тырăлăхĕ.
тытка
ручка (предмета). Тайба. † Хăтанăн та хапхи тимĕр тытка. СПВВ. Тытка: алăк тытки. Янш.-Норв. † Пуян тытки шăвăç тытка, хура алса тулĕпе тытрăмăр. || Вута-б. Тытка, ручка плуга. Нюш-к. Тытка, у сохи. || Гриф.
тыткала
учащ. ф. от гл. тыт. Якейк. Торатсенчен тыткаласа (хватаясь за сучья), йăвăç тăрне хăпарса карĕ. Кан. Карта тăрăх тыткаласа килелле уттартăм. Я пошел домой, хватаясь за изгородь. || Держать в руках, брать в руки. Аттик. ЧС. Çак чиртен кайран тетен сулахай алли типе пуçларĕ, пĕр япала та тыткалаймасчĕ ĕнтĕ. || В уничиж. см. (о кое-какой ловле). В. Олг. Полă паян тыткаларăн-и? Ты сегодня наловил рыбёшки? || Щупать. N. Кĕтернене çул та памаçть, курсанах ăна унтан та кунтан тыткалама тытăнать. || Употреблять (что). ПУ. Вĕреннĕ чухне тыткалакан япаласем. N. Пирĕн пулли-качки... эпĕр час-часах тыткаламастпăр та ăна (не в частом употреблении). N. Тирĕсене (их шкуры) тумтир вырăнне тыткаланă. Çутт. 30. Асту ачусемпе пĕр пит-шăлли ан тыткала, уйрăм шăл. Вино-яд. Ачасем те эрех тыткалама ан вĕренччĕр. || Тратить, расходовать. Аттик. Исе килеç ялтан вăйăç, эрех-сăрана витри-витрипе тыткала пуçлаççĕ. (Пумелке). N. Ытти хăна (тебе самому) юлтăр тыткалама (на расход). N. Хама тыткаламалăх алра укçа пĕр 7 тенкĕ пур. N. Утă-улăмсене перекетлĕрех тыткала. Çутт. 54. Тыткаламалăх укçа пур. Виçĕ пайран пĕр пайне çеç тыткалама шут турăмăр. || Распоряжаться. N. Сан килĕнти тарçă-тĕрçĕне хăй аллипе тыткалать. Истор. Шуйскийсем ун сăмахне итлеме мар; ăна хăйне те ирĕк паман, кăмăлĕсене епле килнĕ, çапла тыткаланă. || Править (лошадьми). НАК. Хĕр ялне пырса кĕнĕ чух, ут тыткалакансенчен пуçне пурте кӳме умне тухса тăраççĕ. Богдашк. † Çил çунатлă ута тыткалама кайăк чĕрелĕ ача кирлĕ ăна. Торп-к. Эсĕ ытла çамрăк, лаша тыткаламалăх çук. || Держать (в строгости или наоборот). N. Намăса пĕлмен ачуна эсĕ хытă хуралла, çемçе тыткаланă тĕле пулса усала ан тытăнтăр вăл. Кан. Пăртак тыткаласчĕ ку Керлие. Букв. 1906. Чим-ха, эпĕ сана, асаннӳне каласа парам, вăл сана лайăх тыткалаканччĕ-ха. Кратк. расск. З0. Вĕрентекен те хытă тыткаланă ăна, ашшĕпе-амăшĕ те ятланă. ЧС. Ваттисем ун пеккине: вилĕн (чит. вилнĕ) çын хăй аллипе тыткалат, теççĕ (т. е. покойники сами хватают тех, кто их оскорбил. Из статьи об утопленниках). || Делать (что). В. Олг. Ĕçленĕ чох часрах, вăр-вар çарăнкалас, тыткалас (делать дело). || Иметь дело (с чем). Юрк. † Ылттăн тăрăлă çуртсем ăшĕнче улпутпала тиек лараççĕ, ялăн шурă хутсем тыткалаççĕ. Собр. Çав укçа кайран урăх çынна тыткалама юрамаçтĕ, тет. ЧП. Ылттăн-кĕмĕл лайăх тыткалама. || Обращаться. Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне шăтăка янă, унта та уна пытаракансам хăраса анчах тыткаланă. В. Олг. Кантăр ытла вăрăм, тыткалама шолтра.
тыттар
понуд. ф. от гл. тыт. Хир-б. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Кăшманла выляс пулсан, пĕр мăнă, вăйлă ачана суйласа илеççĕ те, пĕр-пĕр юпаран тыттарса тăратаççĕ (заставляют держаться за столб). Регули 732. Эп она тыттарам (тытма калам). Ib. 697. Тыттаракан маррине кăтартрăм (тыттарманнине). Ib. 733. Вăл хăва тыттарчĕ (сам дался в руки), эсĕр çавăнта она тытрăр. || Давать в руки, вручать. Изамб. Т. Хам та илĕп, ан тыттар (не давай в руки, не угощай), нумай пулмас-ха çини (я недавно ел). N. Пушă черккине калле тыттарат. N. Чей таврашне тыттарман. В. С. Разум. КЧП. Мана, атте-анне куриччен, аллă тенкĕ алла тыттарчĕ. || Всучить (негодный товар и пр.). Юрк. Сана вара, улталаса, шăтăк сăмавар тыттарса ячĕç пулĕ: шывĕ урайне юхса туха пуçларĕ-çке! тет. || Прикрепить при помощи крючка и пр. Чертаг. N. Çуйăн вăлти юпине çыран хĕррине тăрăнтарса лартаççĕ, унтан тата шывăн икĕ енчен вăл юпана кантăрасемпе тыттараççĕ. Изамб. Т. Çав шăлсенчен (за эти копылья) хурама (вязки) анса тупансене (полозья) тыттараççĕ. || Скреплять (чем). N. Урапана тимĕр тыттарнă. N. Чӳречисем пĕчĕк, маччине тыттарман (не сплочены). || Пришить. ЧП. Хура шĕлепке хĕррине хура пархат тыттартăм. || Обивать. N. Арчана тимĕрпеле тыттарнă. || Отделывать (чем). Ачач 79. Кăвак йĕмĕсен çĕввисене хĕрлĕ йышши йĕрпеле тыттарнă. N. Çияла кĕмĕл тыттар. || Заставить (нанять и пр.) городить. N. Анкарти карти хамах тыттарчĕç. N. Эсĕр: анкарти тыттаратпăр, тенĕччĕ. || Огородить. Микушк. Çакă Микӳшкелĕн укăлчине тыттарар-и тăмра хĕлĕхпе? Кан. Сут пулакан çурта йĕри-тавра пралук картасемпе тыттарса пĕтернĕ. N. Сăрт хĕррине хӳме тыттарнă. || Дать взятку. N. Ĕçӳ тухтăр тесессĕн, ик-виç кĕмĕл тыттарас пулать. Çавăн пек пулнă ĕлĕк. || Обманывать. N. Тыттарать, обманывает. Кан. Вăл хуман пулсан та, сана: хунă, тесе, тыттарат. Пшкрт. Вăл мана тыттарчă (-чы̆; или: вăл мана чăсрă). || Щипать (о морозе). Якейк. Ай-ай, паян холхая тыттарать (холод, мороз заставляет хвататься за уши). || Точить. N. Пурта (çавана) кайса тыттарас-ха.
тивĕçсĕр
незаслуженный (-но), недостойный (-но). N. Пĕр тивĕçсĕр çĕртен сăмах илтсе пурăнтăн. N. Сире чунтан юратакан, хисеплекен, сирĕн тивĕçсĕр çыннăвăр Якку. (Конец письма). N. Вĕсем Раççейри пĕтĕм хура-халăха улпут аллине валеçсе парса тивĕçсĕре кăларнă (привели в недостойное положение). N. Ман тивĕçсĕр кĕллĕмрен (ыйтнинчен) йĕрĕнмерĕн. Шишкин. Волакансем ан тиркĕр: тивĕçсĕр йорсем çырнă, тесе, кăçал йор те темле тивĕçсĕр çурĕ. N. Хĕре тивĕçсĕр (незаслуженно) хурлантарнăшăн тусĕсене хытă ятланă вăл. || Неуместно. Сред. Юм. Темме пит тивĕçсĕр сăмахлан çак эс (неуместно). || Чересчур. Харченко 49. Йĕтĕн тăпрана питĕ начарлатса, ывăнтарса хăварать. Мĕншĕн тесен вăл тăпрари сĕткенсене тивĕçсĕр нумай пĕтерет. Ib. 1З. Çапла, тивĕçсĕр васкаса ĕçленипе вĕсен сывлăхĕсем те тикĕс ĕçлесе пынă чухнехинчен ытларах пĕтеççĕ.
тики-тики
так манят гусей. Изамб. Т. Рааs. Тики-тики-тики-тики! — так кличут гусей. КС. Хура: тики-тики! тесе йыхăраççĕ. Янтик. Тики-тики! (Хурсене йыхăрмалли). Сред. Юм. Тики-тики! хурсĕне çапла каласа чĕнеççĕ. || Гусь (детск. сл.). Сред. Юм. Тики-тики (или: тики), гусь.
тилмĕрт
понуд. ф. от гл. тилмĕр. ЧП. Çак тантăшсе (= тантăшсене) курасшăн икĕ хура куçма тилмĕртрĕм. N. Эсĕ пире çыруран ан тилмĕртер. N. † Тимĕр хапха тĕпĕнче тилмĕртĕпĕр ютсене. Календ. 1903. Суеççĕ юмăç, пуçлăх пек, айван ăса тилмĕртет. Янтик. † Çак тăвансене кĕте-кĕте икĕ хура куçăма тилмĕртрĕм. Изамб. Т. Çак аппапа йыснана курасшăн, икĕ хура куçăма тилмĕртрĕм (т. е. пристально смотрел). Сумч. † Хапха тăпси — тимĕр тăпса, тилмĕртĕпĕр (т. е. тарăхтарăпăр) йыснана. N. Тимĕр хапха витĕр тилмĕртĕпĕр. Ст. Ганьк. † Çичĕ юта тилмĕртĕр, ан чĕнтерĕр çичĕ юта.
тимĕр
(тимэ̆р, т’имэ̆р), железо. Сред. Юм. Тимĕр хĕрнĕ чох, тет, ĕç вăхчипе, тет. Железо — когда горячо, дело — когда ему время. (Народн. поговорка), N. Пуртта е кусара: ăсакан шывран усал-тĕсĕл тартăр, тесе, пăрахаççĕ. (Железо, по поверью чуваш, имеет магическую силу, отгоняющую прочь нечистых духов. Когда чувашину приходится где-нибудь одному на землю ложиться спать, или же, когда укладывают на землю ребенка, то проводят вокруг него железом черту, и тогда, говорят, уже никакая злая сила не может причинить спящему вреда. N. Чир ересрен алăк çине пилеш, тал-пиçен, тимĕр хураççĕ; апла тусан, чир ермест, шуйттан та хăрать, теççĕ. Ст. Чек. Тимĕртен шуйттансем хăраççĕ. Ib. Ачана ие е усал ан ертĕр тесе çăпка çумне тимĕр çакаççĕ. Ib. Усал ерекен çын (припадочный) пуçейне, усал ан ертĕр тесе, тимĕр япала (кусар, т. ыт.те) хураççĕ. СТИК. Вăсен лавккинче тимĕр тавраш (железный товар) пур-и? — Çук, вăсем тимĕр тавраш тытмаççĕ. || Железный. Рак. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. (Йĕп). Орау. Тимĕр шăшин сӳс хӳре. Сĕт-к. Тимĕр туя кокрашки туялама шанчăклă. ЩС. Тимĕр тупан (или: полăс) хывнă, положены железные подреза. Альш. † Тимĕр тукун урапа Симен-кунччен кăна вăл. || Масть лошади. Ст. Шаймурз. † Тимĕр лашан тилпекине кам явнă иккен шурă пурçынтан. || В перен. знач. Сред. Юм. Тимĕр ал, рука, твердая как железо. || Имя мужч. Хорн-Шигали, САСС, Ялюха М. Рекеев. || Встреч. в составе яз. имен: Ахтимĕр, Пиктимĕр, Тимĕр-Пăлат и др.
тимпĕл-тимпĕл
(тимбэ̆л’), подр. звуку струн скрипки или гуслей. Н. Уз. || Подр. пятнам выступающего пота. Трхбл. † Аслă çулпа килет кăвак çăрха, тимпĕлех те тимпĕл тар юхат. Богдашк. † Икĕ хура лаша тан юртать, тимпĕл-тимпĕл тар юхать. || Подр. пятнам на теле. Сред. Юм. Тимпĕл-тимпĕл кăвакарса кайнă (местами посинело). Ib. Тимпĕл-тимпĕл тимрел тôхса тôлнă ман пит-çăмартине. У меня на лице появились лишаи. См. МКП 147.
типшĕм
(типшэ̆м), худощавый. Чăв. й. пур 21. Вăл вăрăм, типшĕм, хура çын пулнă. Сред. Юм. Хăй ырхан, типшĕмскер, çапах та пит вăйлă. Чăвашсем 5. Тата ача типшĕм пулсан, ăна нишлеççĕ. Альш. Çырă куç, типшĕм куç.
тирек
(тирэк), осокорь (назв, дерева). Баран. 91. Тирексем, юманçем, çăкасем... ӳссе лараççĕ. ЩС. Тирек, осокорь. || Тополь. Череп., Н. Седяк. N. Урмак-Маки купа ăшĕнчен епле те пулса тухат та, аякка кайса: мĕн пулĕ, тесе, пĕр çӳлĕ тирек çине улăхса ларат. СПВВ. ПВ. Тирек или тар-йывăççи, тополь. Тим. † Çул хĕрринчи тирексем туратланса лараççĕ. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тирек çук. Альш. † Шурă Атăл хĕрринче шурă тирек: суйла-суйла касмашкăи хушаççĕ. Макс. Чăв. К. I, 71. Алăк умĕнче тирек пур, утсем кăкарма турат пур. Тайба-Т. † Атăл урлă каçма перевус çук (у курм. чув.— каçă çок); каçсан (когда переедешь), ниçта ларма тирек çук.
тирке
(тиргэ, т’ирг’э), браковать, брезговать. СПВВ. Тиркес, тиркешлес. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарнă чухне ялан кĕрӳ япалисене тиркеççĕ. Ун чухне час-часах вăрçă хускалать. (Свадьба). Ib. Кĕрӳ кĕпи тăхăнтарсан, кĕпине тирке пуçларĕç: хĕршĕн тăхăрвун тенкĕ тӳлерĕмĕр. Эпир кĕрӳ валли кун пек кĕпе калаçманччĕ, терĕç. Орау. Тиркесе туса тăрать тата, пăх кирлĕ-им ăна тата. Еще брезгует (бракует). Какого еще ему чорта надо? Моркар. Тиркес = айăп топас, браковать. Чăв. к. Хура шăрçа çип тиркет, хăй хурине хăй пĕлмест. Торп-к. † Салтак, тесе, ан тиркĕр, салтак ячĕ йăвăр ят. N. † Тиркеймерĕм мăяна, каяймарăм савния. Сборн. по мед. Пысăкраххисем чĕлĕм туртма та тиркемеççĕ (не брезгуют и куревом, т. е. курят?). N. Çурт тăвакансем тиркесе пăрахнă чул, камень, забракованный каменьщиками. КС. Паян ăна темиçе хĕр те кăтартрăм, пурне те тиркет (все они ему не нравятся). Кан. Начар сывлăхлисене комиççи пит тиркет. ТХКА 54. Сирĕн вăрман çĕрĕнчи ялсене ытла тиркемелле мар та. || Воздерживаться; соблюдать (посты, праздники). N. Праçник-куна ĕç тиркес; хăй ят кунне тиркеççĕ, вăрлăх кăларма эрнекуна тиркеççĕ. Типĕ тытас тĕлĕшĕнчен те: сĕт-турăх тиркеп, теççĕ. В. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пер (= эпир) пӳртлĕх йӳç касма, карта тума, çăнăх артма (= авăртма). Собр. Çимĕк (scr. çимек) иртсен, пĕр виç-тăватă эрне çинче тиркеççĕ: тиркемесессĕн, пĕр-пĕр айăп пулать, теççĕ. Ягудар. Тип тиркемеçт (не соблюдает). Тип тиркет, Ib. Сĕт ярса парас-и? Тиркетне? — Тиркеп. Шибач. Тип тиркеместпĕр. СТИК. Эсир типĕ тытатра? — Çук, тиркемен! Хир-б. Эпĕ тата: типĕсене тиркетни? терĕм. — Мĕскерле типĕ? Эсĕ мана типĕ пурăнма хушатни? Ахаль те типĕ, ĕне çук. Ĕнесĕр пурăнма калатни? терĕ мана хирĕç. || Быть разборчивым в пище. Букв. Тиркекене тиркĕ тĕпĕ (поддонки, остатки) çакланнă (вар. тивнĕ), теççĕ. Сред. Юм. Тиркекене тирĕк тĕпĕ лекнĕ, тет. Кто брезглив, тому достается (попадает) худшее. || Соблюдать (диэту). N. Чирлĕ çынна апат тиркеме, мĕн çиме юранине çеç çиме хушаççĕ (велят есть с разбором). СТИК. Мана хвершшăл (фельдшер) çиме тиркеме хушрĕ: атту чĕрĕлеймĕн (не выздоровеешь), тет. || Разбираться (в чем). Кан. Ирнĕ-каçне тиркемесĕрех, сăмакун юхтарать. О сохр. здор. Ыраш тасипе таса маррине пĕртте тиркемест. || Разбирать, относиться разборчиво. N. Кунне пит тиркеççĕ: благовещение (çуна пăрахнă кун, йăвăр кун теççĕ, самый тяжелый день: в этот день будто и птица не роняет перьев) кунĕ ан пултăр, ытларикун ан пултăр. БАБ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине тиркемеççĕ (не разбирают, что делать раньше и что после): хăшĕ малтан аса килет, çавна тăваççĕ. ЧП. Йĕтĕн çиппи хĕç тиркет. N. † Симĕс пиçихи пилĕк хĕсет, мерчеи шăрçа çип тиркет. Кан. Тутар-и, ирçе-и — никама та тиркеместпĕр. N. Ака-суха çинче утсем пит ӳркенсен, телей пулмасан, малтан тухнă çынна тиркеççĕ. || Отвергать, пе принимать. N. Пирĕн парнемĕре ан тирке. НАК. Хăш чухне пĕр çын сапнипе силленмест те (жертвенное животное), çавăнпа: çын тиркет пулĕ, тесе, урăхне саптараççĕ (заставляют плеснуть на него другого человека). N. Эпĕ çыра пĕлмен çырăва тиркесе ан кӳренсем. || Критиковать, цензуровать. N. Кĕнекесем тиркекен ку сăмаха тиркемен (не забраковал). Суждение. Пĕр çыннăнне (только чужое) анчах курать, çыннăн лайăх маррине (нехорошие стороны) анчах тиркет. || Разбирать. N. Тиркĕсем, куркасем, хурансем, тенкелсем çунине-çуманнине пит тиркеççĕ вĕсем. N. Пирĕн конта 40 çола çитнисене тиркерĕç (проверяли, разбирали). || Задерживать. N. Хутсăр çынна тиркеççĕ (задерживают беспаспортных). N. Ни билет тавраш, ни кам мĕншĕн ăçта пурăнать, тесе, тиркес-тăвас çук. (Обьявление). || Расследовать, разузнать. Возм. Тиркес — ыйтса пĕлес, разузнать (какое-нибудь дело). Хорачка. Онта анатра порнаканьăсам торпас корса хăпараччă туалла, вăл Сăлттан патня çитеччĕ те, тиркеччĕ (чит. твргэччэ̆); Сăлттантан итеччĕ (єдэччэ̆): эс перĕн çĕр çинче ме кисе, конта порнатăн? Эс конти çын мар. N. Тем, пит аплах мар пек те?... — Тата ăна-кăна тиркесе пахса тăтăн. Не знаю, ровно бы (как будто) и не совсем так?... — (Ты) еще вздумал (меня) разбирать (браковать, брезговать и т. п.). || Проверять, наблюдать, следить. || Осуждать, судить. N. Çынна тиркесе калаçин пулман мар ĕнтĕ пирĕн. || Стесняться. N. Ăшра çапах вĕсенĕн çилли килет; май килнĕ чух хирĕç калама, е алла ӳкерме тиркесе тăмаççĕ.
тискер
(тискэр, т’иск’эр), дикий, хищный. Пшкрт. Тискер çын. N. Тискер чуллă, этем çӳрейми вырăнта. || Мрачный (-но). N. Вăл кӳл пит тарăн, хура, тискер выртать. || Неприветливый, неопрятный, противный. Хорачка. Тискер çын — хытă халаплă (коштан). N. Пăхма та тискер. || Безобразный. Альш. Çуртсем вăл касра никамăн та начарах мар, тискер мар. || Страшный, ужасный. Полтава 62. Тискер вилĕм вăхăтсăр ыталаса илнĕ чух. Каша. † Тантăшсене курман кун, çавă пулĕ тискер кун. Изамб. Т. Эп çĕрле тискер япала (страшную вещь) куртăм. N. Тискер вăрçă (ужасная война). || Неприятный. N. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, тискер киле хĕр патăр (в неприятный дом)! || Опасный. N. Тискер вырăнсене, лачакасене, шăтăксене иле-иле кайнă. N. Тискер çумăр, пăр çапса каймасан, тырри кăçал лайăх пулать. Н. Шинкусы. Хаяр çил-тăвăлсенчен, тискер пăрлă çумăрсенчен хăратпăр мар-и. || Ужасно, страшно. Сборн. по мед. Унта вăл чир тискертерипе тискер (прямо ужасно) çӳрет. Полтава 72. Вичкĕн пуртă ыран ир тискер ӳкĕ пуç çине. || Дико. Букв. 1904. Пӳртре пĕччен ларма тискер пек туйăнчĕ. Ашшĕ-амăшне. Çав вăхăтра Кĕркури, куçĕсене уçса ярса, йĕри-тавра тискер кăна (дико?) çавăрăнса пăхнă (оглянудся вокруг). || В см. им. существ. Нюш-к. Пĕр уратак çинче хĕрĕх тискер ларать? (Загадка, отгадка которой неизв.).
тискер-кайăк
зверь. Якейк. † Пирĕн твансам — тискер-кайăк: корас-илтес тенĕ чох тарчĕç-кĕчĕç вăрмана. N. Ристанĕсем, урисене тимĕрленĕскерсем, хура кĕпеллĕ-йĕмлĕскерсем, тискер-кайăк пек анчах пăхса выртаççĕ.
тискерлет
понуд. ф. от тискерлен. N. Хура, хăрушă тăвăл пĕлĕчĕсем хĕвеле хупласа илсе çанталăка тискерлетеççĕ.
титĕ
то же, что тит. N. † Шурта шурă хурт йăви пур, çырта çĕр чикес (= чĕкеç) йăви пур; Ентри хĕрĕ пек (йăли пур?), пĕшкĕне-пĕшкĕне утă çулать. Мана пăхтăр титĕ (всг. тите) пулĕ, эп те уна пăхас çук.
тиха
(тиhа, т’иhа), жеребенок (обоего пола). См. тыха, тăйха. СПВВ. Тиха, тьыха. С.-Устье. Упăшки арăмне ускăн тиха çине лартса, акар йăттине хыççăн ярса: виçĕ çухрăма çитиччен татса-хыпса пĕтернĕ пултăр, тесе ячĕ, тет! (Описание древней Казани в сказке). ЧII. Хура, ула тиха. N. Тихаран çитĕнтерни çитмĕ.
туй-пуç арăмĕ
старшая сестра жениха. Юрк. Туй-пуç арăмĕ (каччи аппăшĕ). Ib. Туй-пуç арăмийĕн такмакĕ: пилĕк таран пиçен, мăй таран мăян, шурă çăмартан çĕвви çук, аçасăр ывăл пулмаст, амасăр хĕр пулмаст, тутлă чĕлхене пыл витмест, тайăла пуçа хĕç витмест, кунтан ытла сăмахам çук.
туялан
опираться на палку, клюку. Чем люди живы. Ме-ха хам туяма, пит вăйран карăн пулсан, туяланса пыр. N. Вăл туяланса çӳренĕ туя. Толст. Вăл шавах шурă пирпе чĕркенĕ çĕлĕкне тăхăнса, патакпа туяланса çӳренĕ. N. Туюна туяланса тух. Четыре пути. Алăк патне те аран-аран туяланса çитнĕ.
тултар
(тулдар), наполнять. Орау. Туллиях тултартăн-и? — Çурри ытларах.— Туллиях тултарас пулать. СТИК. Ĕне мĕн пурăннăçем сĕтне хăпартат, малтанах куркана та тултараймасчĕ, халĕ çак витрене тултарса пырать (чуть не полно дает в это ведро). Сунт. Кун каçиччен çĕр çын ытла кĕрсе тухать те, урайне пĕтĕмпех тултарса хăвараççĕ (сорят). N. † Аттен пӳрчĕ пусăк пӳрт, хамăр килсе толтартăмăр. Ст. Чек. Сĕтел тулли ĕçкĕ-çикĕ тултарса лартнă. N. Темскерпе тултарнах паян ман пуç (тяжесть в голове). || В перен. знач. ПВЧ 90. Атти пӳрчĕ, ай, аслă пӳрт, тултариччен, ай, юрлам-и, тулса çитсен, тухам-и? N. Ати пӳрчĕ шурă пӳрт, янрать, янрать, янримасть, эпĕ юрлам янрамала, тултариччен юрлам-и? Ачач 68. Таврăнасса каллех ăшчиккине тултарса таврăнчĕ. || Насыпать полно, доверху. Кан. Авăртма пынă çынсен çăнăхне вăрттăн тултарать. || Довесить. Толст. Ашне начаррине панă, тет, çитменнине тата виçине те тултарман, тет. || Завалить. ТХКА 41. Хура кĕсрене шăтăка йăвантарса ятăмăр. Çăхансем кăранклатса вĕçсе çӳреççĕ. Кĕсре çине тăпра тултартăмăр. || Набивать. О сохр. здор. Пысăк шăтăк алтса, тĕпне те, пур аяккисене те тăм тултарса, питĕ хытă таптаса пирчетес пулать. || Наливать. Альш. Лешĕ пĕр çăпала сĕт илет тултарса, сапат кăна хырăмĕнчен. СТИК. Стайккари шыва тултарах тăратпăр (никогда пустой не стоит). Ib. Çула пирĕн, пахчари çимĕçсене сапма тесе, пусăри шыва стайккапа тултарса хĕвел çинче ăшăтаççĕ, çав шыва вара кирек ăста та тыткалатăн, мĕн чакнă, ăна çĕнĕрен тултаратăн, çавна вара çапла калаççĕ. || Надувать (о снеге). N. Пирĕн кил-карти çумне юр пит тултарчĕ-и? Тултарнă пулсан, лепе уçкалăр-ши? N. Ĕнер питĕ нумай юр тултарса хунă. N. Юп хушшине юр тултарнă. || Выплатить сполна. Сред. Юм. Аллă тенкĕ холăм толтарнă. Пятьдесят рублей калыму сполна выплатили. Юрк. Вăл укçисене хулăн укçи тултарма тесе параççĕ. || Вымнеть (близка к растелу). N. Кĕсрӳ пит тултарчĕ ĕнтĕ. К.-Кушки. Пирĕн ĕне тапратса тултарчĕ ĕнтĕ, час пăрулат пулмалла. || Удовлетворять. КАЯ. Эпир, айван ывăл-хĕрсем, ним пĕлмесĕр ĕлĕк сурăм киремĕтне тултармасăр çапла пултăмăр пулĕ. (Из моленья киремети). || Выложить (о дровах). N. Вутă тултараймарĕç виçĕ аршăна. || Исполниться (о возрасте). N. Хĕнпе ӳссе хĕр пултăм, вунçич çула тултартăм. Ачач 22. Тимуш пуçĕнче тата, ӳссе пысăклансассăн та манмалла марскер, çав хăй вуниккĕ тултарачченхи вăхăтран тепĕр самант пит çирĕппĕн ларса юлнă. N. Виçĕ çул тултарсан, килĕп курмашкăн. || В качестве вспомогательного глагола. Алик. † Эпир сӳрес сӳрине чăхсам айне лартрĕç те, чăхсам сысса тултарчĕç. (Солд. п.). N. Халĕ те ярса тултарман-и-ха? Панклеи. Потран татса толтарсан (когда нарвали борщовник), арăмсам киле тавăрнчĕç. Изванк. Тул çутăлсан, икĕ урапа кӳлчĕç те, лашасем тавра пĕтĕмпех пирсем çакса тултарчĕç, килкеписене те пирсенченех турĕç. (Похороны). Б. Яныши. Старик пулă нумай тытса тултарчĕ, тет те, киле таврăнать, тет. Чураль-к. † Эпир каяс çул çине йĕтĕн акса тултарнă; эпир илес сар хĕрсене елек парса пĕтернĕ. N. Касса кĕрсе пӳрте йĕри-тавра йывăçсем лартса тултаратпăр. Унтан çулса кĕрсе урайне пĕтĕмпе курăк сарса тултаратпăр. N. Ĕçсе тултараççĕ те, çапăçма тытăнаççĕ.
туллат
покрывать, напр., шубу материей. Юрк. Атă вырăнне унта кĕрĕк илнĕ, анчах эсĕ ăна курас çук, мĕшĕн тесен кĕрĕкне ăна туллатса витнĕ, тет хăй кулса. Изамб. Т. Эпир кăçал кивĕ кĕрĕке туллатрăмăр. N. Кĕрĕке сукнапа туллатрĕç. N. Стаппан тăлăпне хура пуставпа туллатнă.
тула
(тула), терзать, рвать, трепать. Толст. Кашкăр вара ăна (собаку) туласа пăрахса тарнă пулмалла. Кан. Çынсене чĕп-чĕр юн тăвичченех туласа яраççĕ. СТИК. Йытă туласа пăрахрĕ. Собака кинулась, уронила жертву и значитьельно повредила. Ib. Пирĕн кушака такшин мур йыттисем туласа пăрахрĕç? N. Йытă тытрĕ те хай кушакка тула пуçларĕ. Кушакка туласа вĕлерчĕ. Истор. Тата çитменнине упа хăшне-хăшне туласа тăкать. Ядр. Чĕпĕ сассине хур-аçи илтрĕ те, ман пата тулама чупса пычĕ. Ст. Чек. Тырăсене çил туларĕ. Çĕнтерчĕ 20. Ăна туласа пăрахас. II Разомчать, понести (о разъярившейся лошади). См. ĕрĕх. Альш. † Ула лаша вылят-çке, чĕлпĕр кĕске — тулат-çке. N. † Турă лаша тулать-çке, лайăх хăмăт ытать-çке. N. † Хура вăрман урлă эп каçнă чух хура лаша тула пуçларĕ. Шел. II. 64. Тăвайккинчен аннă чух пуçларĕ лаша тулама. КС. Лаша туласа карĕ. Хурамал. † Укăлча хапхинчен тухнă чухне кӳлнĕ лаша тула пуçларĕ. ЧП. Хура вăрман виттĕр тухнă чух хура лашу тула пуçларĕ. Альш. Таçтан туласа килнĕ, тет те, кусем, хĕресе пырса перĕнсе çакланнă, тет. Ой-к. Хай çĕлен (змей) Иван патне туласа пыч (яростно, сердито) те, калать: çап мана, Иван, малтан, тет. Ск. и пед. чув. 9. Сехри хăпса тухнипе урхамахăм сикрĕ те, илчĕ кайрĕ туласа, пĕр енелле çавăрса. || Вертеться сильно (о крыльях ветряной мельницы). Изамб. Т. Шăтăр-шăтăр арман сасси, арман туласа каймас-ши? Ib. Арман вăйлă çилпеле туласа каят (начинает быстро вертеться). || Бушевать, дуть (о сильном ветре). N. † Вăрман варĕнче çамрăк çăка, çил туламан кун иртмес (не проходит дня, чтобы буря не гнула ее). Никит. Çак вăйлă çил сирĕн пӳрте туланă пек, сире тулаççĕ, сире турткалаççĕ (коштаны). N. Кĕçĕр çĕрĕпех çил туларĕ (бушевал). N. † Урам варĕнчи хурăна çил туламан кун иртмес. Тюрл. Ай-ай çил паякăн питĕ тулать (сильно. дует). КС. Тăвăл туласа карĕ (о порыве бури). СТИК. Çавраçил туласа иртсе кайрĕ. (Гов. о вихре). Турх. Çил урнă пек туласа, хăвăрт иртмест, чарăнмаст. || В перен. знач. Юрк. Пĕрне пĕри тулаççĕ. Треплют друг друга. Ib. Пĕрне пĕри туланине, çаратнине те курмаст. || Грабить, силой брать, отнимать. N. Ĕçленĕ ĕçне ют çынсем туласа ан илччĕр. N. Тĕрĕс мар çине ан шанăр, туласа илме ан ĕмĕтленĕр. Юрк. Памасан, пурĕ-пĕр туласа илетĕп.
тулит
(тул'ит), сл. неопр. знач. Собр. Тулит-тулит тул пашалу, инкесене сĕл пашалу, сар хĕрсене сахăр катăкĕ, хура хĕрсене хура мăйрака, çыр хĕрсене çырла шывĕ.
тулă
, толă, (тулы̆, толы̆), пшеница. Сунч. † Çӳлĕ ту çинче çил арман, тулăран тулă авăрат (исключнтельно пшеницу мелет). Якейк. † Пирĕн мочи пит лайăх, толĕ толă полсан та, ăшĕ сохан полмалла (на вид хорош, а душой не очень). Н. Шинкусы. Янаварсем тухнă çĕре (где везли плуг) акнă тырă тулă пултăр, тутă пултăр. (Моленье). N. Çӳлĕ ту çинче икĕ турă ут тулăра. Юрк. Тулăран тулă авăрат, çăнăхĕ тухни курăнмас. О сохр. здор. Ыраш, сар тулă, урпа, сĕлĕ, хура тул. ЧП. Хĕрлĕ тулă. Янгильд. Тулă ани урлă, урпа ани тăрăх. (Урай хăмипе мачча хăми). Чураль-п. † Тулă уйĕн килтĕмĕр, тăла-тăла килтĕмĕр (scr. тала-тăла). Альш. † Çӳлĕ тăвăн пуçĕнче икĕ тур лаша, тулăра; пире ухмах тесе ан хурлăр, пирĕн ĕмĕт пур умра.
тулăксăр
бестолковый, неразумный. ПВЧ 109. Хура лаша тулăксăр, çул çук çĕртен çул турĕ. N. Усал, тулăксăр çын ачине кирлĕ-кирлĕ мар чухне те пĕр май вăрçать е хĕнет. СТИК. Пулат иккен тулăксăр çын та. Вот бестолковый! Чăв. к. Турă лашам тулăксăр, çул çук çĕртен çул хыврĕ. Ядр. † Ай, тулăксăр тур лаша, тĕпсĕр çĕртен çул турĕ. КС. Тулăксăр çынпа нимĕн те тума çук.
тулли
толли (туλλиы, тоλλиы), полный, наполненный до краев. Шинар-п. Сасартăк манăн атте кил-хушшинчен чупса кĕчĕ те, пӳртри тулли витрене йăтса туха пуçларĕ. N. Çавăнпа вĕсен çурчĕ те тулли курка пекчĕ. Янш.-Норв. Стел çине пĕр тулли витре сăра лартаççĕ. Собр. † Тулли хуран çаксассăн, нумай çиет тииĕççĕ. N. Шкулсем рурте, хурт вĕлли пек, тулли тăраççĕ. Кратк. расск. 15. Пĕр хăмăл çичĕ тулли тутă пуçах кăларнă пек. СТИК. Ку хĕрарăм тулли çӳрет (çак хĕрарăм тулнă, беременная). N. Кĕрӳсем тумланнă вăхăтра пӳртре кĕтсе лараççĕ, тулли япаласемпе, ĕçкĕпе (scr. ĕçтепе). N. Сĕтел çине тулли япаласем лартаççĕ. Юрк. Мĕн ĕçпе çакланасси-мĕнĕ, леш тĕнчере пурăннă чухне çынсене эрех ĕçтернĕ вăхăтра, кирек хăçан та эрехе шеллесе черккене нихçан та туллиех тултармастăмччĕ. Авă çавăншăн çакланмарăм-и, тесе калат, тет, хăй. Регули 1290. Толлиах толтартăм, толлиах виçсе пачĕ. Орау. Манăн çăварта туллиях шывччĕ, эпĕ нимĕн те калаçаймарăм. Янтик. Пӳлĕмĕнче кĕнеке тулли хăйĕн. N. Халăх хурал пӳрчĕ туллиех. ЧС. Çав кил-хуçийĕн авăн картинче тулли ăвăс ларат. || Полно. Якейк. † Орам толли сăран атă, ман сăран атă йолас çок, тăван ати йолмалла. (Солд. п.). N. Кĕлет тулли çĕр улми выртать, сакай тулли çĕр улми. БАБ. Пӳрт тулли ача, урай тулли путек, сакă тулли тӳшек. (Моленье „Чӳклеме“). Альш. Аннен ачаш чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп, аслă пӳртĕн тулли эп. ЧС. Çулçа çăвар тулли тултара-тултара çие пуçларĕ, тет хайхискер. Сред. Юм. Ăсĕм патне пӳрт толли çын пырса толнă. У них полная изба народу. Ib. Çырма толли йывăç лартса тохна. По всему оврагу насажены деревья. Собр. † Пурçăн туттăр пуç тулли, пирĕн тăвансем куç тулли. Б. Олг. † Торта та толли тор лаши, тортин те тортмин хунь çинче, хорама пĕкĕ хоçăлмĕччĕ; ыраш хăмăл çуттипе киле пер çитрĕмĕр; çичĕ çохрăм вăрманне аран пер тохса çитрĕмĕр — атан атрĕ. Якейк. † Торта та толли хора лаша, айăм та толли хора çона, çонам та толли хора хĕр. Кубня. † Хура варлă тутăр, ешĕл çӳçе, çыхсан-çыхмасан та, пуç тулли. Савнă тантăш хура куç, курсан-курмасан та, куç тулли. N. † Аттепе анне кӳме толли, вырăсла пиçхи пилĕк толли, француз тотри мăй толли. ПВЧ. 126. Çийăм тулли пуставăм, квак пĕлт пулса шуçтăр-и? Абыз. † Симĕс пиçихи пилĕк тулли, пирĕн йăмăксам куç тулли. Ерк. 54. Пурçăн вĕçлĕ алшăли, икĕ сурпан пек ик енчен — парне çакрĕç пӳ тулли ула лаша çилхинчен. Бгтр. Куçăм тулли пичем пур, куçăм хыçне тăрсă юлчĕ. Ау 393°. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. N. ЧП. Ăйхăм килет пуç тулли. || Нагруженный (воз). ЧС. Тулли лав (полная подвода) тĕл пулсассăн. N. Теччĕ çулĕпе пире хирĕç тулли лав пырат. По тетюшской дороге едет нам навстречу нагруженный воз. || Груз, нагруженный воз. Курм. Толлипа каяççĕ. Якейк. Толлипа пыр (нагруженным возом, пошăпа — без поклажи). || Налитые бабки. N. Туллисемпе выляс, играть в бабки налитыми.
Тулт
, толт, носить, таскать. Ала 55. Эпĕр вĕсене (вещи) лав çине тултăпăр (будем носить на телегу). Ау ЗЗ. Ылтăнпа кĕмĕл тултакансем. N. Навос лайăххи толтрăм (натаскал на гряды). Юрк. Çав çăл шывне куллен ĕçмешкĕн витресемпе тултнă. Ib. Хăй картишĕнче пус çук; шыв кирлĕ пулсан, куллен çын пуссинчен, кӳршĕрен, тултаççĕ. N. Вăл япала тултат (приносит), тет, укçа килчĕ укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. N. Аптекăран пульнитсăна эпĕ амаль нумай тултнă. СПВВ. Хура вăрманта хура тилĕ çăварĕпе йăва тултат-çке. Вăл укçăна памасан, шăши тулттăр укçăна. Н. Лебеж. Тумтир тулта-тулта тул çутăлчĕ.
тум
том, одежда, костюм. Изамб. Т. Унăн тумĕ аван. Альш. Ман тумланма тум çок. Баран. 5. Хуçа арăмĕ хура куçлă, шурă питлĕ, çап-çамрăк, лайăх тумне тумланнă. ЧП. Тум тăхăнакан çулта шăнман. Ст. Чек. Шыва кĕтĕмĕр те, ман Хăрхăм ман тума тăхăнса ячĕ, манран малтан шывран тухса (тарчĕ). Тим. † Шурă калпак ярапи пыл çинче, пуян хĕрĕ-ывăлĕ тум çинче. Юрк. Тумланнă тумĕсем ытла илемлĕ пулнă (у них). N. Темиçе пин çын пит илемлĕ тумĕсемпе вĕсем тавра йĕрки-йĕркипе тăнă. Альш. Мĕн пур илемлĕ тумне тумланса хваттерне пуçтарăнаççĕ. (Хĕр сăри). N. Ытлашши ан иртĕн тум пулсан. Изамб. Т. Исампаль çыннисем тумĕсенчен тĕлĕнсе тăраççĕ. Капк. Вăл ăна (жену) сыватма йĕрсем йĕрленĕ. Анчах, йĕрри ун питĕрĕнсех пынă. Таса йĕр çине пылчăк тум тытнă. || Сбруя лошади. Юрк. Тумлантарнă тумĕсем: пукрешкелĕ хăмăчĕсем, чĕн кутлăхĕсем, чĕн йĕвенĕсем, чĕн тилкеписем, туртисем, пĕккисем — пурте йăлтăртатса анчах тăраççĕ. || Кн. для чт. 163. Пĕр-пĕр шапана пысăкрах хурт çăварне лексен, вăл ăна малти тумсемпе тĕртет. || Красота (жизни). Ир. Сывл. 39. Пурăнăç тумĕ — умăм пулчĕ.
тум-хаяр
назв. болезни. Ст. Чек. Тум-хаяр — ăш чирĕ; ăш ыратат, çынна вĕлерет, кăвапаран пăрат. Ăна тӳрлетме вĕрсе аппаланнă. Пыл аван, лаша пăхĕ шыв çине ярса ĕçтернĕ, хаяр-курăкĕ вĕретсе ĕçнĕ. Хаяр çырли аван, сиплĕ тенĕ. Ib. Тум-хаяр = час килекен чир (ăша питĕ ыраттарат). Ib. Хытă вăрçнинчен тум-хаяр, çын çилли ӳкет, тенĕ. Ib. Тум-хаяр пуçа хĕстерет, ăш ыратат. Ешлĕсенкер ватса яраççĕ; час каяс пулсан, хăстарат; час каймалла мар пулсан, вар-виттие каят, анчах малтанхи пек ыратсах çӳремес, пĕр икĕ эрне ыратса çӳрет. Ib. Хаяр ути ĕçсессĕн тум-хаяр пулмас, тет. Ib. Тум-хаяр; (унтан) уйрана тăвар ярса ĕçеççĕ. Ib. Тум-хаяр куç татăлат. Ептрел. Çилпе тивнĕ тум-хаяр, болезнь, полученная под влиянием чьей-либо ссоры. N. Хура пĕлĕт айĕнче хура хĕр; хăçан çав хура хĕрĕн çӳç пĕрчи çине пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тии килес пултăр çак (ят) тум-хаяр. (Из наговора). КАХ. Тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. См. хаяр. N. Иртĕхсе çие-çие, тум-хаяр чир те тупăн. Paas. 172. Тум хаярĕ.
тумаша
то же, что тамаша. Хора-к. Ах тумаша, мĕн тăвас? Ăшăнас тетĕп, вуттăм çук, чĕркенес тетĕп, тумтирĕм çук. Тораево. Тата туя тумаша каяс пек, хура пустав çĕлетеççĕ, тесе калат, тет.
тумил
неизв. сл. в загадке. Урмаево. Тумил, тумил тунтирипа, хура сăран аттипа, йĕс тăрăллă пыçхипа. (Çăхан).
тумла
капать. Н. Карм.. † Хура вăрман варринче хура çырла, халь тумласа анас тумла пек. Трхбл. Тумлат, тумлат — çĕре тивмест. (Тухья ярапи). С. Тим. † Ваттисенĕн сӳс пушă, сӳс пушăран çу тумлат, çу тумлат та, чун савмаст. N. Ку çыннăн ăсĕ те тумласах тăрать пулĕ.
тумтир
томтир (тумдир, томд’ир’), одежда. Н. Cедяк. Çапла калаççĕ пирĕн енче тумтир çинчен: кивĕ пулсан та, шурă пултăр, теççĕ. N. Тумтир ăшĕ, подкладка. N. Ялти çамрăк вăйăра, çинчи тумтир хĕр çинче. Икково. Томтирру, томтирна, томтирăнтан. N. † Пакшанăн тумтирри симĕс-кăвак, ухатана каякан никам та çук. Пирĕн хĕрсем йăлтăр-ялтăр, хăтана килекен пĕртте çук.
томха
(томха), кочка. Икково. Шибач. Паян çол çинче томха нумай. || Пятно. Шарбаш. Пшкрт: томҕа, пятно. || Тавро, клеймо, печать. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çине эп хăпартăм, хыврăм тумха шурă чул çине. || Последствие, след. Икково. Той томхи (напр., последствия) çаплах иртсе кайимарĕ-ха. Слеп. Ташшăн, йоррăн томхи çок (нет последствий), тавай ташлас, тавай йорлас.
тумхах
томхах (тумhах, томhах), кочки. Турх. Тумхах картиш варрине прахнă ыраш улăмне. Б. Яуши. † Яшсен атти сакăр кĕтеслĕ; хĕрсен тĕлне çитсессĕн, тумхахсăрах такăнать. Альш. † Хусана кайрăм, хура лаша илтĕм: хура тумхах çинче çăрхалать. Хора-к. Туя тăрри тумхах çул, алăри туям хуçăлах карĕ, хамăн ура тупан шăтах карĕ. Альш. † Пĕчĕкçĕ лаша, турă лаша, тумхах тăрăх çăрхалат. Зап. ВНО. Эпĕ тумхах çине такăнса ӳкрĕм. Хурамал. Тумхах = пыльчăк шăнни. Шибач. Томхах çол, неровная, шишковатая дорога. Бюрг. Хире тухрăм эпĕ çывăрма, пуçма хутăм эпĕ тумхаха.
туналă
туналлă, имеющий ствол, стебель, голени; голенастый. Баран. 122. Шурă туналă хурăн. Тайба-Т. Лутра туналă, на коротких ногах. (Гов. о хорошей корове).
тунка
(туҥга), пятно. См. тумха. Кан. Паранкă çулçисем çинче кăшт хура тункасем тытăнаççĕ. Çанталăк уяр чух çав тункасем часах типсе каяççĕ. Çанталăк йĕпе пусан, вĕсем пысăкланса пыраççĕ те, паранкă çулçине пĕтĕмпе пăрех хупласа илеççĕ.
тункăлтăк
глупец, дурак. Альш. || Имя героя в сказке. N. Тонкăлтăк, герой сказки. Ядр. Тонкăлтăк сасси ĕшнере, хура хĕр сасси хура пӳртре.
тунсăх
тонсăх (тунзы̆х, тонзы̆х), состояние скуки, употр. чаще в ф. дат. п. в нар. смысле: в охоту. Зап. ВНО. ЧП. Инçе çĕрте пĕр тăванăм пур, калаçаттăмччĕ пĕрре тунçăха. Микушк. † Пӳртĕр çумĕнчен çул иртет, тунсăх мар-тăр шăнкăрав сассинчен. Час-час килетĕп, час каймастăп, тунсăх мар-тăр эсир пиртен. N. † Пӳртĕрсем çул хĕрринче, тунсăх мар-тăр шăнкăрав сассинчен; ир те килеп, тăван, каç та килеп, тунсăх мар-тăр эсир ман сасран. СПВВ. Инçе çĕрте пĕр тăванăм пур, калаçаттăмччĕ пĕрре тунсăха. Хурамал. Çуртăрсемех çӳлĕ, урамăрсем аслă, тунсăх мар пулĕ шăнкăрав сассисем; иртсех те килеп, каç та килеп, тунсăх мар пулĕ, тăвансем, эп сире. N. Вăл кĕнекесем пире пит тунсăх, çавăнпа эпĕ вĕсене тем пек ĕмĕтленсе тăратăп. N. Хура çăккăр мана тунсăх (я долго не ел его с наслаждением). Орау. Вĕсем, нумайранпа аш çименскерсем, тунсăха путенесене пит нумай çинĕ. Сред. Юм. Тонсăха пĕр апат йорать ô. Изредка ладно и это кушанье. Альш. Тунсаха юрат. Сред. Юм. Тонсăха пĕрер апат тинкĕле те йорать. || Скука, тоска. N. Килĕшĕн хытă тунсăха ернĕ. Очень соскучился по дому. || Скучно. N. Пурăнма тунсăх, теме пуçларĕ, ача килтисемшĕн тунсăхлать, курăнать.
тунсăхла
(тунзы̆хла), скучать, соскучиться, тосковать, стосковаться. Хурамал. Тунсăхлатăп = курасшăн пулатăп, ыйтатăп. N. Аш çиме тунсăхласа, вĕсене (пăчăрсене) пит нумай çинĕ. N. Пит тунсăхланине кура, ăна уллаха чĕнтĕмĕр. N. Эпĕ, пурăнсан-пурăнсан, тунсăхларăм. Ст. Чек. Тетĕшне тунсăхланă; хура çăккăра тунсăхларăм (выражает чувство человека, которое испытывает он, быв долгое время лишен чего-либо и потом получив этот предмет). Альш. Çемьене тунсăхларăм, соскучился по семье. Турх. Сарă ача сарăхать, хура хĕршĕн тунсăхлать. Сред. Юм. Килтисĕне корманни нăмай полать те, тонсăхларăм ĕнтĕ, киле каяс килет. Конст. чăв. Хăйсем питĕ тунсăхланă — эпĕ чăвашла шăкăлтатса калаçнинчен нимĕн ыйтма пĕлмесĕр пĕтĕмпе тĕлĕнсе, савăнса итлесе ларчĕç. Суждение. Ачана пĕччен пурăнма кансĕр пулнă, вăл тунсăхла пуçланă. Питушк. Ах, тонсăхларăм çантан (соскучился), тет. N. Тем тĕрлĕ тунсăхларăмăр. N. Нумайранпа пĕр-пĕрне курмасăр тунсăхларăмăр. См. Paas. 173. СПВВ. МС. Эпĕ тунсăхларăм пӳртре ларса (стосковался).
туп
топ, находить. Регули 1008. Виç кил картинче шыраса топимарăм, тăваттăшăнче топрăм. Ib. 300. Топиччен каймăпăр киле. N. Çтан тупнă эсĕр ку çĕлĕке? Çтан тупрăр эсĕр ку çĕлĕке? N. Она тописан, лайăх полĕччĕ те... Якейк. Онсăр пуçне ку выртма орăх вырăн топиман (не нашел где лечь)? Ib. Онсăр пуçне эс тăхăнма орăх япала топимарăн-и (не нашел что надеть)? Собр. Вăл çĕрĕ мĕн каланине те тупса килсе панă. Сред. Юм. Иккĕн пынă чохне пĕри ӳке парсан, онтан колса: окçа топрăн-а-мĕн? тес вырăнне, тӳрех: топрăн-а-мĕн? тет. Ib. Пире хăйшĕн лава кайма килсе каланă, топрăмăр ĕç вара эпир пориншĕн те лава çӳресен. Янтик. Ах, ун тертне! Мăшкăлать чысти! Ман умран тупайчĕ хăй, кайран хăй умне кайса тăчĕ (нашел на моей лехе, быстро сорвал и ушел на свою леху). Ib. Пыр ярăнсассăн, сăра тупать, теççĕ. Турх. Хăнаху ылхан тупатăн. СТИК. Ун тĕлĕнчен тупăнать. (Гов. про маленьких, если они, отличаясь шалостью, упадут, вывихнут руку, разобьют нос и т. под.). Ст. Шаймурз. Чикрĕм — кăлартăм, чикрĕм — кăлартăм, шурă пуçлă ача тупрăм. (Уйран уçлакан услам çу кăларни). || Карсун. † Ан ӳпкелĕр, тăвансем, эп килнĕшĕн, хăвăр та çапла пырăр хăнана. Тупмăпăр-ши сирĕн сăйăра, тăмăпăр-ши сирĕн умăрта. Ст. Шаймурз. † Ай-хай тантăш пысăк, тантăш пысăк, епле тупаям-ши кăмăлне. || Сосватать. Синерь. Çав тарçа хай Ивана кĕтекен хĕре тупса пама тапратрĕç, тет. || Зарабатывать. Икково. Окçа топа тăрать. Он то-и-дело зарабатывает деньги. М. Сунч. Ун чухне юмăçсем пит нуммай тупрĕç-тĕр. N. Кăçал эпĕ каскаласа вăтăр тенкĕ тупрăм. Регули 1063. Вăл хăва лашисенчен (лашисемпе) окçа номай топрĕ. || СТИК. Ак тупрăм! Ку мана сутса ярĕ. (Ответ отца на наивяое лепетание мальчика: эпĕ, атте, сана, пасара кайсан, сутса ярăп ак, эс мана хĕнетĕнI). || Забеременеть. Шурăм-п. Хунямăш: кин ютран тупрĕ кăна (забеременела от чужого), терĕ. Арăмĕ ача çуратнă, ют çынпа тупнă. || Добегаться, доходиться. КС. Чупрĕ-чупрĕ те, тупрĕ (добегался до худого). Ib. Çӳрерĕ-çӳрерĕ те, тупрĕ. || Родить. ГТТ. Çав вăхăтра аптăраса, çав вăхăтра тин (ача) тупрăм (тупрĕ, турĕ, çуратрĕ). Юрк. Упăшка салтака кайсан 7 уйăхран ача тупрăм. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, ĕрехмет пире тупнăшăн (= çуратнăшăн. КС.). N. Ача тупасси хăшпĕр хĕрарăма питĕ хĕн. N. Вăл ачисене пит йывăр тупать (пит çăмăл тупать). || Получить удар(-ы), побои. Ск. и пред. Чув. 48. Хăй те лайăхах тупса кайрĕ пулмалла. || Юмансар. Хăйне валли туп-а-а çӳрет. Он себе всегда беду найдет. N. Лешĕ топнă корнать ĕнтĕ (налетел на что-то недоброе). || Придумать, изображать. Истор. Шӳт тума юратнă, час-часах хăйĕн юлташĕсене мĕн те пулин тупса каласа култарна. N. Çĕнĕрен пĕлĕмлĕх тупса кăлармалла. N. Пĕр япала пулсан (или: пулнă пулсан), сăмаха тупма йăвăр вара (забудется вследствие того, что стал думать о другом). || Разгадать. Орау. Е паçăр ватă каланă сăмахсене тупас пулать (разгадать слова, сказанные стариком). || Стянуть. Курм. || Заразиться, N. Иртĕхсе çие-çие тăм-хаяр чир те тупăн.
тупкала
учащ. ф. от гл. туп. ЧС. Вара укçа тупкаласа, Шăхасан пасарĕнчен атте пĕр хура сурăх илсе килчĕ. Кан. Туканаш ялĕ акма ыраш вăрлăхне тупкаларĕ. N. Ати утта çӳресе топкаларĕ-халь (заработал).
тупа
неизв. сл. Отсюда: хура тупа.
тупăк
, топăк, (тубы̆к, тобы̆к), гроб. Актай. Вара вăлсем ылттăн тупăк туса хĕре кӳртсе вырттарчĕç, тет те, вăрман хĕрĕнчи юман тăрне кайса лартрĕç, тет. Ст. Чек. Тупăк: раньше мертвецов хоронили в деревянных гробах необыкновенной толщины, хырă хăми ĕмĕр çĕрмес-çке, ӳт ан çĕртĕр вара, тесе. ЧС. Тупăк туса пĕтерсен, пӳрте кӳртрĕç те, тĕпне милкĕ сарса ак çапла каларĕç: акă мунчара çапăнма милкĕ паратпăр, терĕç. Унта тата хĕрарăмсем япалисене пурне те хучĕç. Тупăк ăшне вара: пушăт, шĕшлĕ, тата хăй çӳрекен туйине хучĕç. Пушăчĕпе шĕшлине, çăпата çĕтĕлсен, çăпата тума, терĕç; туйипе леш тĕнчере шыв урлă каçмалла, тет, ăна çавăн урлă каçма, терĕç. Ib. Тата пĕр çĕçĕ, шĕшлĕ, вăтăр пилĕк пус укçа, тура хучĕçĕ; вĕсене хунă чух: Митри, çĕççӳпе çăкăр кас, шĕшлӳпе çăпата хуç, укçупа, авланас тесен, авлан, турупа пуçна тура, тесе хучĕçĕ. БАБ. Хура кушака пусса пĕçерчĕç те (колдуньи), тупăк йăвăççи витĕр хĕрĕх те пĕр турам туса çитерчĕç (меня, чтобы преподать тайны колдовства). Сред. Юм. Çĕн çол çĕрĕ кăшши тĕттĕм мунчана пĕчченех кайса, орисĕне салтса, хĕреç хывса, пиçикие салтса, икĕ куçлăх витĕр — пĕрне хыçала, пĕрне омма тытса пăхсан, хăй качча илес хĕре, хĕр полсан, хăй каяс качча корать, тет, тепĕр çĕн çолччин вилес полсан, топăк (scr. топăт) корать, тет. (Старин. поверье). Ачач. Вара каллех, тупăк лавĕнчен юлас мар тесе, хăвăрт-хăвăрт уттара панă. N. Ко вăрçăпа чĕрлех топăка кĕрсе выртас полать.
тупăлха
(тубы̆лhа), назв. дерева. Хурамал. Тупăлха, таволга. N. Тупăлха — жимолость. Пшкрт.: тобылҕа, таволга. Юрк. Тупăлха, таволжанка. Зап. ВНО. Тупăлха, кустарник; из корней его вьют черенья для плетей, отличается своею гибкостью. Ib. Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрать-ши? Альш. Лаши епле — тур лаша, турти епле — хурама, пĕкки епле — тупăлха. Ib. Шывăн леш аяккинче юн пек хĕрлĕ тупăлха. Ib. Тупăлха теççĕ тата, пĕкĕ аваççĕ унтан. Богдашк. Каччăпа хĕр хушшине тупăлха шăтса тухинччĕ. Ст. Шаймурз. † Тупăлха та турта, турă лаша. Ст. Ганьк. † Сарă-сарă тупăлха, сакăр çĕртен хуçăлчĕ. К.-Кушки. Сирĕн аллăрти туйăрсем тупăлха-и, çĕмĕрт-и? СТИК. Вăл ку тупăлхаран шăхлинчĕ тăват, шăхăртма тытăнат. N. Тупăлха, дерево, красное, как кровь, твердое, не режет нож (нухайкка аври). Ала 71. † Ушкăн кăна, ушкăн, ай, тупăлха, хĕрлисене суйласа касрăмăр. Байгул. Туртисене тупăлхаран тутартăм. Т.- И.-Шем. Вилнĕ çынна çуса тупăка вырттарсан, ун сулахай аллине тупăлха (scr. тупăлăха) тыттараççĕ; тупăлха пулмасан — йĕплĕ хулă, вăл пулмасан — хыт-хура е хĕрлĕ эрĕм тыттараççĕ. Вăл патака ак мĕншĕн тыттараççĕ; çынна пытарсан, ун патне шуйттансем пырса сырăнаççĕ, вилнĕ çын вара шуйттансене хăй патĕнчен çав тупăлха патакĕпе хăваласа ярат, тет. У каждого будто бы есть „тупăлха“, оно сильнее всех других растений для изгнания злых духов. Вилĕ-йăли. Тупăлха — род ивняка, очень жесткое дерево, даже, говорят, будто оно в воде тонет. Кора совершенно красная. На базарах бывают плетенные кнутики из „тупăлха“.
турат
, торат, (турат, торат), сук, пучок, ветвь, ветка. N. Турат çине вĕçсе çитрĕ. N. Эпир турат вĕçĕнче пурнатпăр: паян пур, ыран çук. Ирхи тăм пек. (Из письма солдата царской армии). ТХКА 50. Питрен туратсем çапаççĕ. N. Тураттинчен турама. Сред. Юм. Опте торатран тората яра-яра тытса сиксе çӳрет (перепрыгивает с одного сучка на другой). Ст. Шаймурз. Хура вăрман витĕр тухнă чух çавра çĕлĕк юлчĕ турата. Пазух. Мĕшĕн кĕрлет-ши çав вăрман? Туратран турата ларасшăн, турат тăрринчен çулçă ярасшăн. Трхбл. † Ĕнтĕ вăрман кашлат, вăрман кашлат, туратран турата каясшăн. Ib. Пĕр туратсăр йывăç ӳсмест. (Сутă-илӳ тунă чухне тавара хурлакана калаççĕ). Ib. † Тур(ă)ран килтĕр туратна, туртрĕ-çурчĕ кĕпене. || Прозвище мужч. N. Çав çынна Турат Ваçли теççĕ.
туратлан
разветляться, ветвиться. КС. Сĕлĕ туратланса ӳсет (ветвится). N. † Шыв хĕрринчи хăва туратланса тăрат-çке. Альш. † Шурти шурă хăва туратланса ларат-çке.
Тури картыш
назв. сел.? Юрк. Тури картыш хура хĕр, пĕремĕк петĕм — çимерĕ, тата мĕнпе чӳклес-ши?
турă
гнедой. Трхбл. Тулта турă, шалта шурă. (Пушăт йывăççи). Ст. Чек. Хура турă (о масти — темно-гнедая), çутă турă (светло-гнедая).
турă
, торă, (туры̆, торы̆), бог, божество. Магн. М. 62. Çорт çоратакан торă, ывăл-хĕр çоратакан торă, тырă-пол çоратакан торă, выльăх-чĕрлĕх çоратакан торă, мол çоратакан торă, хорт çоратакан торă, хорç антаран торă, çут кӳлте выртакан торă, торта торри, çут-çанталăк çоратан торă, чун çуратакан торă и мн. др. Качал. Кăвак сухаллă старик, çакă турă пулнă, тит. Шурăм-п. Тыр акакан турра хăтарни. Ĕлĕк пĕр çын уйра (хирте) тырă акнă, тет. Ун патне турă чупса пырса пытанмалли вырăн ыйтнă. Тыр акакан турра вăрлăх пурки айне пытарнă. Вăрлăх пурки çине тăпра муклашки хунă. Турă тырă акакана вăрлăх пурки айне кĕрсе ларас умĕн: эсĕ ку тырра вырма ыранах кил, тенĕ. Тепĕр кунне, турă каланă пек, вăл ани çине çурлапа тырă вырма пынă. Ĕнер çеç акна тырă турă каланă пек пулса çитсе хумханса çеç ларнă. Çавă тырра вырма пуçласан ана çине усал чупса çитсе тырă выракантан: эсĕ çакăнтан турă иртсе кайнине курмарăн-а? тенĕ. Тыр выракан: çакна акнă чух курнăччĕ, тенĕ. Вара усал: эй, ĕнтĕ уна халĕ хăваласси те çук, питĕ аякка кайнă ĕнтĕ вăл, хăвса çитесси пулмарĕ-çке ĕнте ăна, тенĕ. Турă вăрлăх пурки айне пытаннине асăнса хăшпĕр чăвашсем тăпра муклашки хуркаланă. П. Федотов. Ĕçлекен алли çине турă сысман, тет. (Послов.). Ивановка. Вĕсем тата шухăшланă: кашни япалана пăхса тăран хăйĕн турăсем пур, тенĕ. Вăт-кăвартан пăхса тăраканни, выльăх-чĕрлĕхе пăхса усраканни, тата урăххисем те, çак турăсене пăхса тăраканни атте турă, тенĕ. Тата кашни кил-çурта пăхса сыхласа тăраканни пĕр турă пур, тенĕ, ăна хĕрт-сурт тенĕ. Çак турра, çиме тесе, сайра-хутра кăмака умне пăтă лартнă. Пăтă лартнă чухне пурт-çурта пит лайăх тасатнă, кил-хуçисем шур кĕпе-йĕм тăхăннă. Çакна хĕрт-сурт пăтти тенĕ. Собр. † Аслати аватать, çиçĕм çиçет, туррăн турă лаши (вар. тьыхисем) кĕçенет. Ib. Турра ан асăн, сăмсунтан юн юхĕ, теççĕ. (Послов.). Альш. Темшĕн чăвашсем турра ĕмĕрне те пуян тесе, мĕн тесе туман; ялан мĕскĕн, ыйтса-пуçтарса çӳрекен ватă старик пек туса ĕненнĕ. Ст. Чек. Усал: юратнă йывăçна, юратнă çуртна, юратнă çыннăна, юратнă выльăхна кĕрĕп, тесе калат, тет. Турă: кĕрĕсĕн, нимĕн те шеллемĕп, пурне те çапăп, манăн пурте хамăн, çапсан та, пурне те хам илеп, тесе калат, тет. (Из сказки). Орау. Тăрсан-тăрсан, туррине те çӳлтен сĕтĕрсе антарĕç (т. е. люди стали очень хитроумны). КС. Турă пăр çине анни (на лед). Собр. Йăлхавăн турри çывăхра. (Послов.). N. Турă пит çӳлте, патша пит аякра. „До бога высоко, до царя далеко“. (Старин. поговорка). || Святой М. В. Васильев. Илья пророка пирĕн енче папай алттарса çиçĕм çиçтерекен торă, тенĕ. Тăта çăмăр шывне те пĕлĕт çине çавах лашапа торттарать. Илья пророкăн çăвĕпе шыв торттарнăран лаши час ватлать, тенĕ. Çавăнпа ăна çăмăр чӳк тунă чух ĕлĕк лаша панă. || Выражается восхищение или возмущение. Трхбл. Эй турă-турă, хырăм ай шурă. (Присловье, говорят ни к селу, ни к городу, когда нечего говорить). Бюрг. Ах турă кусене (ах чтобы их)! Хырăмĕсене тăрантараймаççĕ, вĕт, çаксем? Часрах ăсатса ярăр (шептание старух при входе священника). || В чувашизмах КС. Турă куртăр, брань. КС. Турă куртăр — проклятие („пусть бог принесет чувствительный вред“). Слеп. Торă пĕтермен; торă татман пуçна; торă татса кайман. Цив. Торăран килешшĕ; торăран килмен пуçна, торăран килтĕр, торран килменскер! (брань). Тюрл. Ах тора çапашшĕ, тĕнкене хăртрĕ, тет (тертленсе калать). N. Торă çапманскер! Хăççан торă пуçна çапса кайĕ-ши? Хорачка. Торă чоклатăрай сана хăнча полин та. Ядр. Торă çапаш, торă таташ, торă чохлаш (пусть припомнит). || Икона. Коракыш. Ха, пирĕн паян çĕн турă илнĕ нихак, тет. Сред. Юм. Турăпа çӳренĕ чухне ватти-вĕтти мĕнĕпех хыçалтан çӳреççĕ. Абаш. Пăхăр торă топнă (медную икону). Янтик. Турăпа çӳреме тухнă (ход с иконой).
турт
, торт, (турт, торт), тянуть, притягивать. Сунт. Ермолайĕв алăка хăлăпĕнчен туртарах çĕклерĕ те, алкум алăкĕ часах уçăлса карĕ. Панклеи. Вăрă-хорахсем çавăрнса пырса алăка тортса пăхаççĕ — алăк уçăлмасть. Якейк. Вĕрен, килкепе явса пĕтерсен, она, якалтăр тесе, пăтаран çаклатса, пĕре пĕр вĕçĕнчен, тепре тепĕр вĕçĕнчен тортаççĕ. N. Хапхана турт-турт — уçăлмасть. || Тянуть (о трубе). N. Кăмака темĕшĕн туртмас. Орау. Темĕскер туртми пулчĕ (не тянет в трубу что-то; гов. о самоваре). || В перен. заач. N. Улпутсемпе савăт-хапрăк хуçисем хăйсем майлă туртаççĕ. N. Вăл ăçта туртнă, унталла каять. Кăмăлĕ туртнă хыççăн каймасть. ЧП. Эпĕ кунтан кайсассăн, шухăшăм атте килне туртат-çке. Пазух. Патшаях та çурчĕ — чул хула, чул хула та пулсан, чун туртмасть. Юрк. Ирĕксĕр тенĕ пек çыннăн кăмăлĕ ырра туртнă енне çаврăна пуçлат (где лучше, туда). НИП. Юн туртать (из-за убийства происходит вражда). || Тянуть к чему-либо. N. Хытă çĕрте çывăрма вĕреннĕ те, çавăнтах туртать. || Дергать. Ст. Чек. Лашана çиленсе тилхепе те туртман. М.-Чолл. Аллине тăсрĕ те, йĕвенне туртрĕ. Якейк. Кĕсле каланă чох вăл хĕлĕхсене аллисампа тортать (музыкант). Орау. Кантăрисене туртса салтмалла çыхаççĕ. Собр. Тĕкме витĕр йыт туртать. (Кĕнчеле арлани). Сред. Юм. Тортса салтмалла çыхăр. N. Атăсене аран сĕтĕретпĕр; туртса тухмас, пĕтĕм тăм анчах. Б. Яныши. Кăвакалĕ: тортас-çакас лакартакран, терĕ, тет. Тораево. Пурис пичин пурни куккăр. (Кантăра туртнă пăта). || Выдергивать, вытаскивать. Альш. Капан тăррине курак-чакаксем туртса пĕтерчĕç. N. Айĕнчен-çийĕнчен туртса, утмăл купа капанĕ тунă, тет. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ капан патне кайса çăварпа улăм пĕрчи туртаççĕ. || Одернуть. Якейк. Сан ӳт корнать, кĕпуне торт (одерни). Ib. Ача, кот хыç тортса яр-ха (одерни мне рубаху сзади). || Драть (за волосы). Тайба. Т. † Хĕр, савнине каяймасач, çӳçне туртса йĕрет улăхра. || Ударить, вытянуть. Кан. Чăпăрккапа çурăм урлă туртрăм. Сикрĕ те (лошадь), туртана амантрĕ. Исаково (Цив. р.). Ах, Ивана ашшĕ пушăпа туртрĕ. Норус. Пере (= пĕре) лашине туртса çапрĕ, тет, унтан лаши вĕçнĕ пек карĕ, тет. Альш. Ураран пĕр-иккĕ туртас (вытянуть кнутом). КС. Пушăпа çурăм тăрăх туртрĕ. || Дергать (о боли). В. Олг. Шăл тортать, болит зуб. (у КС — моментальная боль). N. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать, шăл туни шыçса каять. Б. Олг. Хол тăрăх тем чирĕ тортса кайрĕ, тет, витрех ыратса карĕ хола тăрăх. Ib. Чăрпоç кокрашкине шăнăр тортса лартрĕ. Якейк. Соранлă алла çыхса лартрăм та, питĕ хытă тортать (дергает). Альш. Хăлхана туртса ыраттарат (боль). Синьял. Пуç туртса кайсан: кам мана çиет ĕнтĕ, теççĕ. || Втягивать. О сохр. здор. Сăмсана чей курки çине пĕр чĕптĕм тăвар ярса ирĕлтернĕ ăшă шыв туртас пулать. Шурăм-п. Сăмса-юхи (сопливый) манкине шалалла туртнă. N. Мана йытă тени чăтмалла мар хур, тутупала каланине сăмсупала турт. || Перетянуть. БАБ. Тенĕр ирччен юрĕ туртса кайсан, тепĕр çул тырă начар пулат, текенсем те пур хушăран. || Обтягивать. N. Тимĕр торт (обтянуть); тол торт. || Затягивать. Шорк. Чӳлĕк тортса пар-ха. || Подвинуть. Сĕт-к. Стеле кĕт торт. Юрк. Çав сĕтелне лартаççĕ маларах туртса, ун йĕри-тавра çаврăна пуçлаççĕ. || Везти, тащить. ПВЧ 104. Мăн çул çинчи тусанне хура тур лаша туртас çук (не увезти). Кан. Лаша туртса çитерсен, пĕтĕмпех тиетпĕр. М. Етмени. Тортаканĕ ларса пыраканне йоратмаçть. Везущий не любит везомого. Никит. Пĕр сухине туртрĕç те, уя сухалама карĕç (девки). || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: турт, тесе сĕнеççĕ. Ib. Качча кайнă хĕр амăшĕсем патне сăрапа пырсан, пичкине пӳрте йăтса кӳртиччен, сăрине анинчен çĕр виттĕр ĕçеççĕ, ăна: çĕрпе туртас, тиççĕ. Ск. и пред. чув. 19. Шыва ланкартаттарса тутисемпе туртаççĕ. || Впитывать, втягивать. Якейк. Хот чернила тортса илет. Орау. Губкă шыва хăй ăшне туртса илет. Губка впитывает в себя воду. Ib. Тип хăмăш шыва хăй ăшне туртса(ĕмсе) илет; пирĕн енчи чăвашсем çавăнпа чӳрече çинчи шыва ĕмтерсе илме пĕрер ывăçăн-пĕрер ывăçăн çыхса ал-лапки тăршшĕ татаççĕ, вĕсене чӳрече çине лартаççĕ. Хора-к. Выртан каска шыв тортать. || Курить. Изамб. Т. Çынтан туртса вĕренсе каяççĕ ăна. N. Ачалла чĕлĕм туртмалла мар. Не нужно курить с детских лет. Орау. Чĕлĕмне туртса ярчĕ (закурил). N. Тортнăпа тортман пĕрех. || Нюхать табак. N. Сăмсана тортать (нюхать). N. Тапак тортат (нюхаю). || Манить. Альш. Çĕлĕкпе туртрĕ (манил). КС. Мана пĕр çын çĕлĕккипе туртса чĕнчĕ (манил). || Выносить, вытаскивать. Орау. Хĕрарăм килтен юта япала туртсан, пурнăç каялла (или: кутăн) каять, тит. || Натаскивать, подтаскивать. Ала 107. Шăши та хăйне валли шăтăкне мырă тортать, тиççĕ. Ib. 98. Часрах нӳхрепсем ту та, нӳхрепсемшне тырруна торт. Богдашк. † Туртасси пур пĕр кĕлет, туртăпăр та татăпăр. Ядр. † Алтăр тулли аш туртрăм, вăртах пычĕ, чӳлĕк туртрĕ. N. † Янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçт. Б. Олг. Кайсассăн (на свадьбу), ачасам она хĕре ташлама тортаччĕ. Юрк. Ют çынсем ăна сиссе, манахсем пуçлăхне вăрттăн систернĕ: сирĕн монахсем çапла-çапла çăл шывĕ вырăнне витресемпе эрех туртаççĕ, тенĕ. || Весить. Г. А. Отрыв. Пĕр 12—13 кĕренкке йăвăрăшĕ туртнă пуль. || Пилить. Сятра. Ме тортмастăн (или: татмастăн)? Что не пилишь? Панклеи. Эпĕ çиттĕрм те, йоман тăрне хăпарса, пăр тората кăчăкăпа тортма тапраттăрм. || Грести. N. Тырă туртмалли кĕреçе (на мельнице), пĕтернĕ чухне унпа тырă туртаççĕ. Якейк. Орапа е çона çине утă е олăм тяса (= тиесе) лартсан, вăл тăкăнса ан пытăр тесе, çакăнса тăракан ута креплепе тортаççĕ, татаççĕ. || Черкать, подчеркнвать, зачеркивать, проводить линию, прочерчивать. N. Турта-турта хурасран хăрарăм. Я боялся, что он перечеркает. N. Çырнă сăмахсене айĕнчен турт (подчеркни). || Затягивать, запрягать. Карсун. Эп чупрăм та антăм килелле, и туртса та кӳлтĕм торă утма. Янтик. Хура турă утсене туртса кӳлме юрĕ-ши? Турта тулли тур лаша, туртса култĕм туртана. || Заволакивать. Якейк. Ир уярччĕ, халь пĕтĕмпех пĕлĕт тортса илч. Н. Уз. Çанталăк улăшăнчĕ, пĕлĕт туртрĕ. Собр. † Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. || Обшивать, вшивать, вплести, обтягивать. Янтик. Белая Гора. † Саратăв енчĕк тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Альш. † Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у енчĕк’а). Собр. Касански хĕрĕсен пурни пурçин турта-çке, ури пире тапа-çке. Лашм. Пĕчĕкçиççĕ çăмха — сар çип çăмхи, ан çухатăр — пиçиххи туртăпăр. К.-Кушки. Туртнă пиçиххи (на пальцах плести шнурки; так делают „йĕм кантри“). || Облепить. Чхĕйп. Тата çăпата кантринчен кăшт пĕчĕкрех пĕр вунă хăлач çип пĕтĕрнĕ те, уна ăвăспа туртса, çурта пек çунакан тунă (делали). || Спать крепко. Икково. Апат çисан, ну ыйха тортатпăр (нумай çăвăратпăр). || Затянуть песню. Ир. Сывл. 6. Ян-ян кĕвве паянах туртса ярар çĕнетсе. Ib. П. Туртрĕç-ячĕç çĕн юрра (затянулн новую песню). Ib. 26. Хăйĕн çемçе чĕлхипе туртса ярать юррине. || Волочить, подтаскивать. || Отводить. Тим. Чĕлхерен йăнăш тухсассăн, айăпа туртас ан пулăр.
туртăн
, тортăн, (турды̆м, торды̆н), тянуться, тяготеть, стремиться. N. Малалла туртăна пуçларĕ. Никит. † Тĕклĕ ураллă тăмани, туртăнать-туртăнать — чăхсем патне çитеймест. Курм. Тортăнса хопарчĕ, потянулся руками (напр., гимнаст). Слеп. Туртăнса сӳлет (тяжело). Лап-к. Вăл, тортăнсан-тортăнсан, вĕçсе тухса кайрĕ. Полтава 116. Вăрçа пăхать савăнса, чунтан вăрçа туртăнса (стремится). Ир. Сывл. 9. Пурте туртăнаççĕ кĕввĕме. N. Шăни туртăнчĕ-туртăнчĕ, ниепле те ĕçĕрнсе каяймарĕ. Муха трепыхалась, но не могла отстать от бумаги. Изамб. Т. Пирĕн йытă вите еннелле туртăнса вĕрет. Тайба Б. † Кăвак лаша тăрат карăнса, тилкеписем тăрат туртăнса, йĕслĕ йĕвенсем те пуçĕнче, вуник урлă кутлăх çийĕнче. N. Чунăм пĕтĕмпе хавасланса кайрĕ. N. Ун чухне çавăнпа та шкул енне туртăнакан сахал пулнă. Кан. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕнех çутталла туртăнаççĕ. Изамб. Т. Ун чухне пуяннисем юрлăсене ыраш кивçен пама туртăнман. || Упираться, упрямиться, ломаться. КС. Туртăнса тăрать (не решается). N. Ăна пулăшасран туртăнса ан тăр. N. Эсĕ мĕн чухлĕ туртăнса тăратăн, çавăн чухлĕ вăл сана тимлесе йыхăрать. СТИК. Аслă акăшне калама параççĕ (дудку), тет, илмест, тет, туртăнат, тет. N. Чĕлхĕне вĕренмесĕр туртăнса тăрас(си) çук. Чем люди живы. Михала туртăнса-туса тăман, улпут таварне илсе сĕтел çине сарса хунă та, хутласа каса пуçланă. Кайсар. Вăл калаçĕччĕ те, ваттинчен туртăнат. || Отступать. N. Эпĕ: атте мар пулĕ ку, çынсем ашшĕсем пекте тумланман, тесе шухăшласа каялла туртăнма пуçларăм. || Худеть. СТИК. Çын ĕçпе мар, хуйхăпа пит хытă туртăнат. КС. Лаша туртăнчĕ (похудела несколько от сильной работы). Ст. Чек. Туртăннă = начарланнă, похудел. Сред. Юм. Лаша тортăнчĕ, сăхăнчĕ (похудел). Якейк. † Туйăран туйя çӳресе тор лаши та тортăнчĕ, çӳрен лаши та çухелчĕ. Чума. Пичĕ-куçĕ туртăнса шап-шурă пулса, тем тĕрлĕ йывăр хуйăха ӳкнĕ çыннăн пек пулать. О сохр. здор. Акă лаша та, инçе çултан килсен, туртăнать (худеет). Яргуньк. Ати пачĕ кăвак лаша, савса паман япали кӳлнĕ-кӳлмен туртăнчĕ. || Падать (о волосах). Байгул. Çӳç туртăнсан, çын çиет, тет. (Поговорка). || Заволакиваться. Чув. пр. о пог. 168. Туртăнать (тонкие белые полосы, будто натянутые поперек небесного свода). || Куриться. Орау. Чĕлĕмĕ туртăнмасть, питĕрĕнсе ларнă (не курится).
туртмалăх
то, что можно свезти (под силу). Юрк. Хура вăрманта хурама, ырă утсене туртмалăх.
турта
, торта, (турда, торда), оглобли. N. Урапа турти ваннă та, турта илтĕм. К.-Кушки. Туртасене çуна çумĕнчен сӳтсе ил. Выверни оглобли из саней. Ib. Çунана турта пăр. Вверни оглоблю. Изамб. Т. Малти тĕнĕле икĕ турта тăхăнтараççĕ. Б. Нигыши. † Тимĕр çуна кăмăлне хура турта хутăмăр. ПВЧ 79. Хорнтан торта хорăттăм, хоппине те сӳмĕттĕм. N. Турта лартни. Шорк. Çона тортине аран пăрса лартрĕ. Ib. Çона тортине сивĕре, пĕр шăнса ларсан, сӳтсе кăлармалла та мар. Ib. Орапа торти шăтăкĕ пĕчĕккĕрех полнă та, аран кӳртсе лартрăм. Ib. Тенел çине смала толса ларнă та, тортине аран кăларса илтĕм. Урмаево. † Çакă туя килмессе турта вĕçне карт картнăч, ати татса пăрахнă, астумасăр килтĕмĕр. Янтик. † Турта тулли тур лаша, туртса кӳлтĕм туртана. Якейк. Торта толли кӳлсе савăнмалăх. Сĕт-к. Торта толли тор лаши, торта тăрăх мĕн пăхан? ĕлĕкхи тантăш çак тетни? Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. || В перен. см. Ст. Чек. Турти кĕске, тапат (гов. о вспыльчивом). Н. Седяк. Çирĕк турта вăл, кĕрĕкне час тавăрса тăхăнать (çак сăмахсене час çиленекен çын çинчен калаççĕ). Сред. Юм. Час çиленекен çынна: торти кĕске, теççĕ. Ib. Тортаран тохать. Не может говорить на одну тему. П.-Пинерь. Хăш çыннăн турти кĕске. (Послов.). Собр. Айван çыннă(н) турти кĕске, теççĕ. СТИК. Час çиленекен çынна: туртисем кĕске, теççĕ.
туртăш
то же, что турткăш. Изамб. Т. † Уртăшпала туртăш тавлашаççĕ хура тинĕс урлă каçасшăн. См. урттăш.
турттăш
то же, что турткăш. Байгул. Урттăшпала турттăш канашлаççĕ, Шурă Атăл урлă каçасшăн.
турханти
(турhан’д’и), назв. духа. (Ему варят пивов маленьких кадочках, бросают свечи, яйца, хмель, солод, в лесу и оврагах. Он будто бы появился после киремети). Шарбаш. Б. Яныши. Çав вăрман патĕнче Торханти ятлă киремет. Около того леса находятся киремет по имени „Торханти“ || Назв. обряда. Шурăм-п. Çуркунне юр кайса пĕтрĕ. Сăртсем симĕсленчĕç. Хура вăрман та симĕсленет. Ачасем сурăхсампа (çитерме) çӳреççĕ. Ах унта питĕ аван-çке! Ачасем выляççĕ, кулаççĕ. Эпĕ те унта пĕчĕкçĕ чухне çӳреттĕмччĕ. Пĕре кив улича вырăнче çитерсе çӳренĕ чухне, пĕр ватă карчăк вăрмана кайнине куртăмăр. Аллинче унăн темĕскер пур. Çта каять-ши вăл капла? Пысăкрах ачасем ăна та пĕлчĕç: турханти пăрахма каять, терĕç. Ачасенчен нумайĕшĕ ун хыççăн вăрттăн чупрĕç. Эпир пилĕк-улттăн анчах юлтăмăр. Пире пĕчĕккĕрен сурăх пăхма хăварчĕç. Карчăк вăрманта пĕр тĕмĕ кутне чăрпуçланса ларчĕ, тет те, аллинчи тутăрне салтма пуçларĕ, тет. Ун ăшĕнчен хулен çăмарта, чан пек япала, хăмла, салат, çурта тухрĕç, тет. Салачĕпе хăмлинчен чан пек япалишĕнче сăра тунă пек пулчĕ, тет. Çуртине лартса кĕл-тăва пуçларĕ, тет. Кĕл-тусан, кĕл-тусан, ку япаласене пурне те пăрахса килелле уттарчĕ, тет. Вăл вăрмантан тухнине эпир те куртăмăр. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе тухрĕç. Пĕри çăмарта йăтнă, тепĕри çурта. Ачасем карчăка: çта кайса? тесе кăшкăраççĕ. Карчăк нимĕн те чĕнмест. Чĕнсен, турханти çырлахмаçть пулмалла. Турханти тутрисем пирĕн патра çырмасенче, вăрмансенче халĕ те курăнкалаççĕ. Вĕсем пурте кивĕ. Унтан эпир Турхантие халĕ кĕл-тумаççĕ теме пултаратпăр. Ĕлĕкрех эпĕ те çырмара çуртасем куркаланаччĕ. Халĕ çук. Хăш чухне ачасем ĕлĕк укçасем те тупкаланă, тет. Кукаçи: чиркĕве кайнă чухне пĕрер уçă турханти çурти илсе каяттăмччĕ, тет. Турхантие халĕ пуççапмаççĕ. || Имя человека, который выдумал культ „торганди“. Шарбаш.
тус
разбрасывать, раскидывать, разметать, приводить в беспорядок; распыляться; разбежаться; разорнть. Толст. Тусан туснă, шăрăх пулнă. Букв. 1904. Асатте пирĕн тусан пек тусать (разошелся, распалился гневом, раскричался), ялан: тухăр та кайăр! тесе кăшкăрать. N. Тусса пыраканскерсем, тĕрлĕ енелле салана пуçланă. N. Ăçта карта-хура çук, унта юрлăх тусать (= саланать, как бы распыляется). N. Вăл тустарнă (вар. туснă, разоренный) хуласене вырăнаçать, кĕç йăтăнса анас пек ларакан пăрахăç çуртсенче пурăнать. N. Пĕри те пулин: усал (чорта) куртăм, тесессĕн, сурăх кĕтĕвĕ кашкăртан тарса тусса пĕтнĕ пек, йăлт тусса пĕтĕпĕр (все разбежимся). Богдашк. Мамăк шурă калпак час тусать. Кильд. Çӳç-пуç туснă; пӳртри-çуртри япала туснă. Ст. Чек. Куçĕ тусса кайнă (у сильно пьяного). Ib. Ху умăнтах япалу, туснă куç, çавна та тупаймастăн (ничего не видишь). Ib. Туснă куç — ӳссĕр çыннăн.
тус
, тос, , друг, приятель. Альш. Вăл манăн пит çывăх тусччĕ, унпа эпĕр лайăх пурăнаттăмăрччĕ. Ib. Пирĕн Сӳнтĕкре тутар тус пур, Пушчăра мăкшă тус пур, Пăрăнтăкра вырăс тус пур. Ib. Вĕсене чĕннĕ чухне: тус, тесе чĕнеççĕ: тус, шыв ĕçтер-ха! Регули 599. Тосăм Онтри килчĕ; Онтри тос килчĕ. Юрк. Чăваш тусĕ ялан çапла пур сăмах çине те: пире чăваша юрат-çке! тенине илтсен, вырăсĕ: эсĕ пире, чăваша, юрат-çке тетĕн, чăваш çынни выльăх мар-тăр-çке, пирĕн пекех этем. Мĕшĕн хушăн пăртак ырă тăвасшăн тăрăшас мар, тет. N. Тос котне йос кĕчĕ. Сред. Юм. Тос котне йос. (Пĕри тос тесен, тепри она хирĕç колмалла çалла калать). || Повидимому, еще означает — любимый мужчина, любимая девушка. Тюрл. Алешк.-Сапл. † Мĕн пулчиккен (пулчĕ иккен), тусăм, санпа мана пыраймарĕ туссем ĕмĕре. Ст. Шаймурз. † Явăнса-явăнса выртакан — пĕрлĕхен аври мар-ши çав; пĕччен вырăн сарса выртакан — пирĕн савнă туссем мар-ши çав? Ib. † Эпир савнă туспа пурăнни — ятăмăрсем кайминччĕç ял çине. Пазух. Хура йытă çăнчăрта, вĕрет кĕлет айĕнче; пирĕн аппанăн тусĕсем йĕреççĕ алăк хыçĕнче. || Подруга. Янш.-Норв. Ашшĕсем вара ывăлĕ юратакан хĕр мĕнле иккене саççим ыйтса пĕлеççĕ: унăн хурăнташĕсенчен те ыйтаççĕ. Сред. Юм. Хĕрсĕм пĕр-пĕринпе япала олăштараççĕ те (поменяются вещами), тос теççĕ. Тос пĕрех полать. || Сред. Юм. Иккĕн пĕр-пĕрне йоратса порнакан çынсĕм парнесĕм парса тос тăваççĕ; пĕри, çамрăкки, ачи полать, ватти ашшĕ полать. Ватăраххисĕне çамрăкки: атте, анне, тет, ватăраххисĕм çамрăккине: тос ывăл, теççĕ. || Дружно, дружественно. N. Çынсемпе тус пурăнни мĕн иккенне пĕлместĕр-и-мĕн эсир?
тустар
, тостар, (тустар, тостар), приводить в беспорядок разметать, расшвырять, разбрасывать, раскидать, перебутырить. См. тус. N. 1) Тусана, пăраха тустараççĕ; 2) тустарас — кирек мĕн япалана арпаштарса, аркатса пĕтерес; З) пробирать, навести страх, трепет. Шел. 62. Ак çамрăксем тухаççĕ тутăр-сурпан пуçтарма, çĕнĕ-çынсем арчипе çӳпçисене тустарма. Ау 18. Анне! эпĕ пĕр лав укçа тиесе килтĕм, эсĕ çӳçне-пуçна тустар, питне хăрăмпа хурат. Тайба-Т. † Шурти шурă тăмана тĕкне-çӳçне тустарнă; йыснаçăмах çарă пур, çӳçне-пуçне тустарнă. Ст. Чек. Тустарасси çăмăл та, пуçтарасси пит йывăр. N. Вĕсем ытти проектсене мĕнле тустарни çинчен каласа кăтартнă. N. Çав хĕрсем пурте çара-уран, йӳне-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, сиккелесе пыраççĕ. || Бушевать (о пурге). Ст. Шаймурз. Хиртеех те тăман тустарат. Баран. 161. Пĕр чарăнмасăр вăл темиçе кунччен тустарать (буран). Ашшĕ-амăшне. Ав тăман епле тустарат. || Поднимать пыль. Цив. Тусан тустар. Ib. † Аслăях çулĕ çинчи, ай, тусана ямшăках тустарать; пирĕн пек çамрăк ачасене ялтиех куштан тустарать. Бугульм. † Аслă урамăн тусанне, кил, тустарар пар утпа; ял-ялĕнчи хĕрсене, кил, тустарар каччăпа. || Ездить быстро. Альш. Çӳреççĕ вара лешсем çил пек тустарса, утсем çине утланаççĕ те (подпаски). N. Вăт кайăкпа тилĕ каяççĕ, тет, тустарса: тилли пĕр енелле, кайăкĕ тепĕр енелле. Пазух. Хусахсем утланнă ырă ут ялан тумхах çинчен тустарать. || Опустошать, разорять, разрушать. Баран. 201. Французсем Россияран хăйсем тустарса килнĕ пушă çулпах каялла тухса каймалла пулнă. || Размотать. Тюрл. Çав çын ман япаласене тостарчĕ (размотал). || Размотать. N. Кулаксем колхоза тустарасшăн. || Обижать. N. Семйĕне ан тустарса çӳре. Якейк. Тос, тос, тостар, пистер; ерпес, ерпес, ерпесле, ялан котран тапса сиктер, тос ачакла, тосикла. (Сăвă). || Делать что-либо (метаф.). Кама 80. Паян икĕ машшинпа кăнтарлаччен 7 гектар тустарса ывăтрăмăр. Епле пек, е? Пултаратпăр-и? || Ругать сильно. Альш. Лешсем тухса кайсан, тытăнат та ку тата тустарма: мĕн пур, тесе. ГТТ. Тустарса пăрахрĕ. || Обыскивать, производить обыск.
хура тут
родинка. Нюш-к. Яра тут, хура тут, йĕри-тавра шерепи.
тутă
(туды̆), веснушка. N. Хура тутă пуснă чăпар пит, веснушчатый. N. Тутă пусни, веснушки.
тутăх
, тотăх, (тулы̆х, толы̆х), ржаветь, заржаветь. Н. Шинкусы. Авалхи тутăхса кайнă пилĕк пус укçа. Сĕт-к. Çăткасси çăтăхнă, арĕм тоти тотăхнă, ачи-пăчи пăнтăхнă. М. Яльчики. † Ик алăра ик ишме, хура тарпа тутăхрĕ. || N. Тĕрĕс! — хар ярса илчĕç пилĕк-ултă тутăхнă сасăсем.
тутăх
ржавчина. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 33. Вăл (лысухă) йăвине юри хăмăш хушшинче, хăмăшăн сарăхса типнĕ, тата пăнчăн-пăнчăн хура тутăх çапнă çулçинчен çавăрать. Ib. 29. Çĕр çинче çапăпа тутăх çапнă пек хăмăрланнă çулçă тĕмисем курăнкалаççĕ. КС. Тутăх çăвать (осаждаются на хлебе мелкие частицы, похожие на ржавчину, из воздуха, хлеб грубеет).
туттăр
тоттăр (тутты̆р, тотты̆р), платок. КС. Ман çумран иртсе пынă чухне туттăрĕ мана питрен тиврĕ. Шорк. Тоттăр, тоттăрăм, тотру или тоттăрă, тотруна или тоттăрна, тотрине или тоттăрне, тоттăрĕ или тотри. Все другие формы образуются от тотру и тоттăрă. Якейк. Тоттăрĕ и тотри, тоттăрне и тотрине, тоттăрна и тотруна, тоттăрăнтан и тотрунтан. Атмал-к. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕç тутри, вĕçсе каяс сасси пур. || Тряпка. КАХ. Часрах тăпра хурса, е ыраш çăнăхĕ хурса, таса шурă туттăр татăкĕпе пит хытă туртса çыхаççĕ (рану).
тухатмăш
, тохатмăш, тухатмĕш, колдун(-ья), ворожей(-я). Дик. леб З8. Сире тухатмăш панинчен епле хăтарас-ши манăн? Бгтр. Тохатмăшсем, пăсăмçăсем кĕçĕн çимĕк каç кайăксем, йытăсем, сыснасем, кошаксем полса, вил торпассисем, çăвасам çине пăсма каяççĕ, тет. Çав кон апат çимесен çăвая вил торпасне тимĕр карта çавăрсан: çав тохатмăшсене тытмалли, теççĕ. Сунч. Тухатмăш знает много тайных слов, которых обыкновенный человек не может знать, если он не откажется от любимого предмета. Чуратч. Ц. Ашшĕ е амăшĕ тухатмăш пулсан, пĕр-пĕр ачине вĕрентсе хăвармасан, çӳлти патшалăха кĕмеçт, теççĕ. Ахаль пулсан тухатмăшсем çĕр çинче пĕтнĕ пулĕччĕç, ашшĕсем вĕрентсе хăвармасан. Н. Седяк. Тухатмăш калăм каç, благовещение каç çӳрет, теççĕ. Камăн тулта шурă кĕпи-йĕмĕ пулать, çавсене юнласа çӳрет, е касса каять, теççĕ. Тухатмăш — усал сывлăшпа пĕрлешнĕ çын, ăна сыхлаççĕ çынсем, тытас тесе; вăл кушак, е йăтă пулса çӳрет, теççĕ. Çав кушак пулнă тухатмăша тытсан, вăл лаша пулса тапать, тет, ĕне пулса сĕкет, тет, е вут пулса çунтарать, тет; анчах вăл хăраман çынна нимĕн сĕен те тăваймасть, тет. Могонин. Тохатмĕш — пит нумай чĕлхе пĕлекен çын (язычник); вăл чĕлхипе темĕскер калаçать те, мăкăртатать те, хуне хăва курăнми полать, йытă полать, кашкăр полать, упа полать, тата нумай тем те полать. Шинар-п. Вăл каларĕ мана: вĕсем тухатмĕш, вĕсем хăйсем тухатмĕшле пĕлеççĕ, терĕ. N. Тухатмăш япала çине сăмах каласа çитерсе вĕлерет. Н. Троицкое. Тухатмăша çын курмас, тет, йытă курат, тет. (Сообщ. буинск.- чув.). N. Сана тохатмăш пăснă полмалла. Чхĕйп. Тата тухатмăш çынна хăй килне илсе пырать те: тархасшăн ман килтен усала тасат, тесе тархаслама пуçлать. Сĕт-к. Тохатмăш-карчăк, колдунья.
тухрăм
1 л. прош. вр. от гл. тух; встреч. в чувашизме. N. Хура вăрман витĕр тухрăм чуне, хушрĕç хурăн çулçи суйлама (вар. уртăш йывăç çине уртăнтăм. Трхбл.).
тӳкерек
круглый. Пазух. Пурçăн картанăн ăшне тӳкерек кӳлĕ çавăрăр. Тӳкерек кӳлĕ çине шурă кăвакал ярăр.. || Назв, оврага в с. Елховоозерная, б. Сюндюк. вол.
тӳкĕрчен
неизв. сл. N. † Çарăмсем çинче, ай, тӳкĕрчен, люли, люли, люли, тӳкĕрчен, хура пуставăн курăнат.
тӳпе
(тӳбэ, Пшкрт: тӧβӓ), вершина холма, бугор; возвышенность. ТХКА 114. Тусем тӳпинче шап-шурă юр. ГТТ. Тупе, холм с очень пологим склоном. Пшкрт. Вăл тухри тӧпинче тотар ханьă порăннă. Торп-к. Уйăн тӳпинче тăр, ялăн варринче пул. Эпир çур. çĕршыв 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. N. Пушă хирти тӳпене илме сана халăхсен канашне хутăм. Б. Чурашево. Пĕр çухăрм чупсан, эпир уй тӳпине хăпартăмăр. Бреняш. учит. Ялта ял варинче тăр, уйра уй тӳпинче тăр. (Наставление старших при женитьбе). N. Палтайран тухсан, мăн çул татах уй тӳпинелле хăпарать. || Крыша строения. Зап. ВНО. Кĕлет тӳпи, пӳрт тӳли. Альш. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячеç. Ib. Унтан пĕринне пăлтăрĕ тӳпине хыпнă, тет; ăна та час сӳнтернĕ (потолок или крыша). В. Тим. Ĕни витере, хӳри тӳпере. (Кăмака). Янорс. Эп пĕр çурт тӳпине васкаса хăпарса пăхрăм. || Потолок. || Свод печки. || Темя. Зап. ВНО. Пуç тӳпи. || Верхушка шапки. Ст. Шаймурз. † Кримски çĕлĕк, плис тӳпе. || Зенит. Персирл. Хĕвел тӳпеях çитет (поднимается почти в зенит). Сунч. † Çичĕ çăлтăрсем çитнĕ тӳпене, тăрсамăр-и çак ялăн ачисем. Султангул. † Чăн тӳпере çичĕ çăлтăр, çичĕ çăлтăр варринче çутă çăлтăр. N. Чи тӳпере çич çăлтăр, çиччĕ çавăрса каласан, сăвап пулать, тет. || Кр. Чет. Уйăх тӳпи, кульмин. точка (что это значит?).
тӳре
первоначально — предмет посвящения, потом — назв. духа. Юрк. Пĕр лаçăра шурă сурпан çакăнса тăрат. Унта укçа хутаççи çакнă, çавна тӳре теççĕ. Çав тӳре хутаççине пĕр чӳк хыçĕнчен килĕшпе выльăх-чĕрлĕхшĕн: сывлăх пар, тесе, укçа хумасан, тытат, теççĕ. Кĕсен-çăпан, юханлă чир çулăхат, теççĕ. Çавăнпала ăна кĕркунне, кĕрхи сăра иртсессĕн, пĕр çур яла яхăн пулĕ, укçа пырса хураççĕ. Ĕлĕк вăл хутаçра укçа пулсассăн, вĕсем ăна пĕтĕм ăратнипе пĕр çĕре пуçтарăнса çав укçапа пыл илсе йӳçĕтсе, çавна аçăнса темĕн чухлĕ юсман, вĕт йăвача пĕçерсе, каçхĕне çавна асăнса, чӳк туса çĕрле çĕр хута ĕçнĕ, теççĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ астăвасса вăл хутаççа укçа нихăçан та тулман. Кам унтан хăраманни, çын курман чухне кĕрсе, эрех ĕçме илсе тухаççĕ, е ачасем выляма илсе каяççĕ. Пирĕн асатте, çунсан та, çав тӳрене пăрахман. Унăн укçисене йĕре-йĕре пухса каллех пĕр кĕлете хунă. Çавăн чухне вĕсем шухăшланă: салтакран çав тӳре çавăрса килчĕ, халĕ те çурт тума пулăшĕ, тенĕ. Çавăнпала ăна ун чухне вĕсем пĕтĕм ăратнипеле пуçтарса пĕр аван, икĕ хутлă (алçилĕ) кĕлет туса, çав кĕлете сурпанпа укçа хутаççине çакса хунă. Çав хутаççа укçине хунă. Пурăнсан-пурăнсан, импичче салтакран килсен, пирĕн аттесем вăл кĕлетрен сурпанпа укçа хутаççине урăх начар çăнăх лаççине çакса хунă. Халь те çав лаçра çакăнса тăрат.
тӳре
(тӳрэ), судья; чиновник. П. Федотов. Элек паракан тӳрене юранă, тӳрĕ калакан тăванне юрайман, теççĕ. (Послов.). Юрк. Малашне эпĕ Пăвара тӳре пулса пурăнăп. Шалунни уйăхне 100 тенкĕ. Ст. Дув. † Аттем пĕччен пулсан та, карĕ-ларчĕ тӳрене. N. † Эпĕр иккĕн, тăван, пурăннине çичĕ çул ларнă тӳре çитес çук. Н. Тим. † Чĕмпĕр тӳри витĕр çыру килет, пирĕн куç-çулçене çав тăкат. N. † Инçе çула ан яр ачăна, хулари тӳресем куç хывĕç. N. Тӳре-аслăрах олпут. N. Тӳре эс! Барин (ленивец). ЧП. Пурте хамăр хура халăх тӳре. Юрк. † Çакă самана пăлханнă чух лартаççĕ тӳресене вырăна (о прежней солдатчине?). Собр. † Кĕрекере ларан стариксем Хусан тӳри пекех курăнат (кажутся). || Помощник старшины. Сред. Юм. Тӳре, помощник старшины.
тӳрткен
прямой (о ноге). N. Вăрăм яштак пӳ çинче хура çӳçлĕ, тăрăх пуç; тӳрткен сăмсин ик енче ике çутă чакăр куç.
тӳшек пичĕ тĕрри
назв. узора. К.-Кушки. Тӳшек пичĕ тĕррин кумми: çирĕм мăшăр кăвак, пĕр мăшăр шурă, ултă мăшăр кăвак, пĕр мăшăр шурă, çирĕм икĕ мăшăр хĕрлĕ; ураççине кăвак ывăтаççĕ.
тăван
(ты̆ван), родной (брат, сестра и пр.); родственник вообще. ПВЧ 101. Тăван тоти — пыл тути (йот çын тути — йон тути. Вомбу-к). N. † Çӳлĕ кĕлет умĕнче шăнтăм, тăван, кĕрĕкне пар. Автан авăтать, тул çутăлать, каяп, савни, аллăна пар. Пазух. Эп килмĕттĕм, тăван, ай, çак киле, анчах пĕрле ӳснĕ те тантăшсем. Изамб. Т. Тăван çичĕ ютран усал тенине илтмен-им? Алешк. † Шурă тăван кăвак куçлă пултăр, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Толст. Вăрманта икĕ пĕр тăван пур. Бреняш. учит. Ама-çурин валĕ валеçнĕ чух ютран тăваншăн алли кĕске, хăйĕнчен тăваншăн алли вăрăм. N. Ютă тăвантан хытă çыртать. (Послов.). Бел. Гора. Эпир сана, Маруçинка, тăвантан йăхăрăпăр. Собр. † Уçрăм-пăхрăм алкине, тăватă тăвансем лараççĕ. Ib. † Эпир килетпĕр çак килле, тăвантан тăвана шыраса. ПВЧ. † Эс таçтаччĕ, тăван, эп таçтаччĕ, явăçтарчĕ телей пĕр çĕре. Хора-к. Тăван тăвар тути калать. Юрк. Чӳнтертен тăван Иван çуралнă. Унтан тăван виçĕ ывăл пулнă. В. С. Разум. КЧП. Эх, тăванăм, эсĕ те çав ĕçе тунă пулмалла. Юрк. † Кайăк хурсем пыраççĕ картипе, кукăртан кукăра шыраса; эпир те килетпĕр çак киле, тăвантан тăвана шыраса. Ib. Ютран тăван, чужой человек; хамăртан тăван, свой человек. Ib. † Хамăртан тăван килсен, кукку çунатне сарса ярат. Ib. Çĕрккĕ тăван çĕр çулта, паян тăван пин çулта; çуллĕн вĕçен, çĕрĕн кусан, кутăн шăван, уранăн утан — пурсăмăр та çак хăта патне сăра ĕçме туя килтĕмĕр. (Такмак). Ст. Шаймурз. Эпир тăхăррăн пĕр тăван-тăр, теççĕ. Ib. † Эпирех те килтĕмĕр çак киле, тăванăн тăвана шыраса. Ib. Кăсене илме килнĕ кĕçĕн тăванĕ пилĕк тĕле пиллĕк сурат. Алешк.-Сапл. † Аппа, шăл урайне тасарах, пăхсан шур кĕленчен курăнтăр; тăван тусан, ту юлташна матурне, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Сред. Юм. Тăван атте-анне, родные отец и мать. Ib. Тăван пиччĕш, родной старший брат. Якейк. † Йот çын тăвань (чужие) пырсассăн, яшка çупа пĕçереç; хамăр тăван пырсассăн, сив çупала пĕçереç. N. Вĕсем пĕр тăван, они сестры. N. Сысман пăх кута çыпçăнмасть; хăвăнтан тăван мар ача пĕрле пурăнмасть. (Послов.). Городище Б. Санпа пĕр тăвансем миçе? Сколько у тебя братьев и сестер? ЧС. Эпир хам тăванпа, Хветĕрпе, асаттене пĕрте юратмастпăрччĕ. БАБ. Ытти тăвансем пек çулталăк çурăра утакан пулас вырăнне, çичĕ çултан тин утакан пултăм. Юрк. Вăл халĕ сирĕн тăванăр мар, сирĕнпе те, пирĕнпĕ тĕ чăвашла калаçмаст. N. Атте хапхи тăпсине шăтрĕ-тухрĕ пĕр хурăн; çав хурăна кăçалхи çул касмасан: ĕмĕр ларĕ, тетĕр пуль; пирĕн атте-анне тăван хĕрне паянхи кун памасан: ĕмĕр ларĕ, терĕр пуль. (Хĕр йĕри). ЙФН. Пурçăн туттăр айĕ çине ылтăн кукку килсе ларчĕ. Хамран тăван килчĕ те, саркаланса авăттăрĕ; ютран тăван килчĕ те, пăчăрăна-пăчăрăна авăтрĕ. ЧП. Пирĕн аттен тăван хĕрĕ. КС. Юратнă тăванăм! Мĕншĕн эсĕ мана кăçал питĕ тунсăхлаттартăн? Эпĕ санăн çыруна кăçал хĕлĕпех чунтан кĕтрĕм. (Письмо к брату). Альш. † Эсĕ чĕнтĕн, тăванăм, эп чĕнмерĕм, çиленсе мар, тăванăм, вăтанса. Ib. Ĕнтĕ пĕр тăванăмăрсем, çунатăмсем, килĕре те килсессĕн, чысăр пур. N. † Тăван курки тăваткăл. || Рожденный. N. Ай-ай, куккук, чăпар куккук! Хамăртан тăван килсессĕн, мăйне пăрса лараят; ютран тăван килсессĕн, мăйне тăсса авăтать. ЧС. Ялан сутăн илнисем вилетчĕç, килте тăванĕсем вилместчĕç (лошади). СТИК. Ун ачи хăнтен тăван мар вĕт. Его сын не родной. Собр. Пирĕн аттерен тăван хĕрĕ. Ib. † Çӳлте вылят хурт амĕш, хăйĕнчен тăван çӳрисене уйрасшăн мар-и у? Ай пиччеçĕм, пичче, хăвăнтан тăван хĕруна епле уйăрса ярăн-ши? МД. Тăван атте, тăван аппа. N. Вĕсем икĕшĕ (медведь и попадья) пурăннă, тет, упаран тăван ача пулнă (у нее), тет. (Из сказки). Юрк. † Савнă тăванăм, хура куç, асăнат-ши, асăнмаст-ши асне килнĕ вăхăтра.
тăвăллă çил
буря, бурный ветер. N. Куç-пуç кăлармалла мар тăвăллă çил пулчĕ. Султангул. † Хытă ана çинчи хытă-хура, тăвăллă çилпе хумханат.
тăкак
что-либо пролитое. Paas. || Расходы, издержки, затрата. Сред. Юм. Она илес полсан, он тăкакĕ нăмай (расходу много). N. Хура-халăхшăн йĕрекен ăслă çынсем çапла нумайĕшĕ патшалăх тăкакĕ (расхучĕ) валли халăхран пуçтаракан укçана урăхларах пуçтармалла тутарасшăн калаçаççĕ. N. Маркă çыпăçтарса тăкак ан курăр. Не расходуйтесь на марки. См. шенкер. || Растрата. Сред. Юм. || Поминки. Цив. Тăкакне ирттер, справить поминки. Тюрл. Тăкакне (поминки) ирттерес тесе калатпăр-ха паякăн.
тăкăл
(ты̆гы̆л), набиваться; накопляться, быть переполненным. ПВЧ 109. Пулкки пулкки хура-курак, хуратул çине тăкăлчĕ. Ст. Чек. Тăкăлчĕ çын, ниçта ларма та çук. Ib. Тăкăлат, накопляется. Ib. Тырă кушукра тăкăлнă (капланнă, не сыплется). N. Вăрăмăн сывласа ӳпкине тăкăлнă иккĕленӳллĕ шухăшсене кăларса ячĕ. СТИК. Ăста кунта тĕпел кутне тăкăлатăр пурте. Макс. Чăв.к. I, 72. Хура-хура кураксем хура-пусса тăкăлнă: анаткассен каччисем пирĕн туя тăкăлнă. См. антăра.
тăлă
(ты̆лы̆, тŏлŏ), путы для стреноживания лошади. ЧС. Лашинĕн тăллине часах илсе утланчĕ. N. Тăлла сӳсрен, пушăтран явса тăваççĕ, тата тимĕртен тăваççĕ. ЧП. Хура пурçын тăлă уринче. Юрк. Тытăннă пулсан, тимĕр тăлăпа таçта чанкăрăтаттарса çӳренĕ пулĕччĕ. Кан. Пĕрин аллинчен теприне пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай, ну! ислететпĕр. Ст. Чек. Мăнтăрланса кайнă, тăлă çитмес мăйне (или: мăйне тăлă çитмĕ, о человеке). Изамб. Т. Тăлăпа лашана тăллаççĕ (путают ноги). Яргуньк. Лашасене тăлăпа тăлласа ятăмăр. N. Вĕçсе кайса пăхăттăм, икĕ урамра тимĕр тăлă. Чертаг. Тимĕр тăлă, железные путы. N. Эпĕ лашасен тăллине вĕçерсе, йĕвен тăхăнтартса, утланса лартăм та, киле кайрăм. || Мочеи, Якейк. Тăлă — арман урапине кăкармалли. См. арман.
тăлăп
(ты̆лы̆п), тулуп. N. Çул çине тăлăп тăхăнса тухрăм. В дорогу надел тулуп. НАК. Сырлан киремечĕ, Хура кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет, пурăр та çырлахăр. (Моленье).
тăлăх
(ты̆лы̆х), сирота. N. Пĕр пӳрт тăлăх юлчĕ ĕнтĕ усен, инке хăй пĕр тĕреклĕ мар. Б. Олг. Эп аттирен йолтăм тăлăх, атти-апия астумастăп, пичепе иккĕн тăлăх çитĕнсе мочи панче. Орау. Вăл тăлăх. Он сирота. Т. Григорьева. Тăлăхăн хырăмĕ пысăк, теççĕ. (Послов.). N. Тăлăхăн алли вăрăм, теççĕ (т. е. все его считают виновным. (Послов.). N. † Аслă улăх витĕр эп çӳрерĕм, пĕр çул ӳснĕ хулла хуçмарăм; хура халăх витер эп çӳрерĕм, тăлăх ача çӳçне туртмарăм. || Сиротство. N. Халĕ ĕнтĕ тăлăхран çитĕннĕ çын сăпаççипе калать: тав-та-пуç ăна пире тасатса, пыйтă-шăркана пăхса янăшăн, тет. N. Анчах пирĕн те ача-пăчана çапла тăлăха прахса хăварас марччĕ. || Сиротливый. N. Тăлăх чунăмсем. N. Эпир тăлăх пурăнăçа хирĕç. || Орау. Тăлăх пушăт начар, урлă пушăт тума юрас çук.
тăлт
(ты̆лт), подр. биению пульса. См. талт. Сред. Юм. Çын чирлесен, тăнлаври тымар: тăлт, тăлт тапать. Ib. Алла касрăм та, каснă вырăнти тымар тăлт, тăлт, тапать. || Подр. колебанию парохода. Шурăм-п. Атăлпа пысăк шурă пăрахут тăлт-тăлт, тăлт-тăлт тутарса улăхать. || Подр. прыжкам воробья. СТИК. Çерçи тăлт-тăлт сикет (икĕ урипе те харăс тапса сикет).
шурă тăм
белая глина. Турх. Аннем кайнă сарăхайса, пичĕ-куçĕсем шурă тăм.
тăм ил
отмораживать. Изамб. Т. Эпĕ паян хăлхана тăм илтереттĕм (чуть не отморозил). N. Эпĕ, мĕскĕн, вилесрен юр айĕнчен пӳрнесене тăм тивтерсе тепĕр хут пӳрте аран кĕрсе ӳкеттĕм. Янтик. Иван хăлхине тăм илнĕ те, халь татăлса ӳкнĕ (отморозил). N. Шалт ал-урана тăм илсе ячĕ. N. Тулалла тухма çук, пите тăм часах илет-ярать. Кан. Тăм илсе ярасса кĕтсех тăр. Того и гляди обморозишься. Ib. Çуни çинчен тухса ӳксе юлнă çул çинех, алли-урисене пĕтĕмпех шап-шурă тăм илсе янă (отморозил совсем). N. Нумай ал-урасене тăм илтерсе килеççĕ. N. Вăр-çăран тăм илнĕ салтаксене нумай исе каяççĕ.
тăман
(ты̆ман, тŏман), пурга, буран, метель, вьюга. N. Хирте тăман вĕçтерет. Б. 1З. Тухман çын тухсан, тăман тухать, тет. ЧП. Чалăш тăман çул шăлать. Баран. 87. Кутсăр-пуçсăр тăман тухрĕ. Ib. 161. Çынсем, кĕтӳсем тăман айне пулса вилсе пĕтеççĕ. N. Пĕр виç кун пулчĕ куçа уçса пăхмала мар тăман. Çамр. Хр. Асар-писер тăманĕ тухса ахăрать. N. Куç курми тăман пулчĕ. N. Тăман çусан, ăшăтат (буран и метель), N. Уя тухмалли те çук, тăман мăкăрлантарать. Юрк. Вут хутсан, вучĕ шатăртатса шăрăх çунсан, тăман пулат. Шигали. Тухман çын уя тухсан, тăман тухнă, тенĕ пек, эпĕ Ишеке килтĕм те, ман тĕлтен телейĕ те таçта кайса кĕчĕ. Юрк. Çитменнине тата çанталăкĕ те мĕн тĕрлĕ, куç уçса пăхма çук, тăман пулчĕ. Тулăн-шалăн çуреме çук. Арçури. Тохман çын тохсан, тăман тохать, тет. Якейк. Куç-пуç корми тăман вĕçтерет (буран). Альш. Çуранлă тăман çул шăлать. Изамб. Т. Куçа уçса пăхма та çук — тăман. Толст. Йытăсем тăман кăларса кашкăрпа кĕрмешни курăна пуçларĕ. СТИК. Тăман вĕçтерет, пуржит, мятежно. (В слове тăман — метель, „ă“ короче, чем в слове тăман — невстал). Сред. Юм. Çăмăрĕ: эп çĕр витĕр каяп, тесе калать, тет; тăманĕ: эп йĕп çăрти витĕр кĕреп, тесе калать, тет. (Нар. поговорка). Ib. Тăман поснă, буран застиг. || Снег. НИП. Тăман çăвать. Идет снег (при ветре, в не очень холодную погоду). Абыз. Аялтисем (сидевшие внизу): ак ăш тăман кайăк пуçĕ пек çăвать, тесе хĕпĕртерĕç, тет. Юрк. Шурă хăрпулă çĕлĕк çĕр аллă сум, тăхăнаймăп йĕпе тăманта. Ст. Чек. Тăман пусса илнĕ (не видно дороги, снег залепляет глаза). Т. IV. Çĕнĕ çул каç тăман çукаласан, мăйăр пулат, теççĕ. Якейк. Тăман çăвать = йор çăвать. || Туман. Пшкрт.
тăмана
(ты̆мана, тŏмана), сова. СПВВ. ИА. Тăманасем çĕрле чăх тытаççĕ. Çатра-Марка. Хоçи майри хорчка пек, хăни-вĕрли тăмана пек. Кама 21. Мĕн мелке тăмани пур унта. Пăх лайăхрах. Орау. Тăмана пек, хăне улталаннине те сисмест. N. † Шурти шурă тăмана мĕшĕн шуртан тухмаст-ши? N. Каçпа шор тăмана авăтсан, лайăх мар, теççĕ. (Поверье). N. Пысăк пуçлă тăмана арпалăхра чăхă сыхлат. || Непонятливый, розиня, ротозей. Шорк. Эс те çав, тăмана (розиня), хăв умăнти кайăка та тытаймарăн. N. Тăмана — 1) птица (сова); 2) так называют человека ротозея, отчасти глупого. Так напр., говорят: эй тăмана, çавна та сисеймен-çке. Сред. Юм. Ытах та пит тăмана (не здравого ума), пăртак ăн та кĕмелĕх полнă та... Ib. Тăмана в прямом смысле означает филина, а в переносном — человека вялого и непредприимчивого. Орау. Суккăр тăмана (моргослепый)! Умрах выртать, ăна та курман. N. Эй тăманаI Килчĕ хăнана! || Желтые листья на вязе. || Отвесный гвоздь, соединяющий грядиль с левой ногой плуга. См. ака. Череп. Тăманаран валюксене çаклатаççĕ.
тăнту
то же, что тăн ту, глинистая гора. Сорм-Вар. Тăнту, тăнту çинче тырлуй, тырлуй çинче хура ĕне выртса йăванĕ. (Икерч пĕçерни). См. тăн.
тăпăр
(ты̆бы̆р), подр. частому топанью, стуку. Сорм-Вар. Тăпăр-тăпăр хура сăран атăпа. (Чакак). N. † Тăпăр-тăпăр ташлама тимĕр хăма кирлĕ ăна. Бгтр. Тăпăр-тăпăр тăвакан, тăвакан, çавă пулать Микулай, Микулай. ППТ. Хăшĕ тата: сĕренте тăпăр-тăпăр сиксе ташлама атă илсе пар, теççĕ (просят купить). Чуратч. Ц. Хайхи, çаксен урапи çинче арча тăрăнче тăпăр-тăпăр тутарса тăрать, тет, усал. || Юрк. † Тăпăр-тăпăр пушмакĕ пусас çĕре пусмасăр хунямăшне юраман.
тăпра
(ты̆пра), земля, почва, грунт. Юрк. Пĕр килте ăна пĕр çăкăр парса яраççĕ. Çав çăкăра вăл: эпĕ сан хыçăнтан нумай çӳрерĕм, атя, эсĕ те ман хыçран çӳресе пăх-халĕ, тесе, пиçиххийĕн пĕр вĕçне çыхса, çĕре пăрахса, пĕчĕкçĕ урапана туртса пынă пек, хăй хыçĕнчен тăпра çинчен сĕтĕрсе пыра пуçлат. Сред. Юм. Пит хора çынна: тăпра пик, теççĕ. N. Кĕрӳшпе хунĕшĕ пĕр тăпра. ГТТ. Хунĕ тăприпе кĕрӳшĕ тăпри пĕр, тесе калаççĕ. N. Сухви ӳсет-и ĕнтĕ, тăпра çиекен пулчĕ-и ĕнтĕ? Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне как-нибудь хăракаласа тăпра айне тунă (зарыли в землю). ХЛБ. Хĕрлĕ тăпра çине тирĕслĕке иртерех хурсан та пырат. ЧП. Хура халăх мĕшĕн сикет? Хура тăпра сиктерет. || Сор, грязь. О сохр. здор. Урай тăприне пӳртре тытма кирлĕ мар, унăн вырăнĕ çинĕкре. N. Тăпра пусрĕ. || Намогильная насыпь. СТИК. Иван тăпри çине ем-ешĕл тупăлха шăтса тухнă, тет. Альш. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. N. Ну, ман атте тăпри çине таптамала пуласчĕ вилсен. ТХКА. 74. Анне мана хăй çинчи тăприне пырса купалама хушнăччĕ. Курм. Ати вилнине пĕлтĕм, она турă çӳлти патшалăха илтĕр, лайăх вырăн патăр, йăвăр тăпри çăмăл полтăр. N. Эсĕ пирĕн тăпрасене таптама, пире пытарма килейĕн-ши, таврăнăн-ши, тесе кĕтсе тăратпăр. N. Сана ман тăпра çине таптама турă çавăртăр (пишет мать). N. Пире иксĕмĕре аннен тăприне таптама пӳрмен пулĕ (мать умерла, пишет с чужбины брату, находящемуся тоже не на родине). N. Тăпри çăмăл пултăр. Сиктер. † Йывăр тăпру айĕнчен хура çĕлен пулса тух, аттеçĕм! N. Масар çинче унта-кунта тинрех пытарнă вилнĕ çынсенĕн тăприсем те пурччĕ. В. Олг. Тăпра ăшне анса кай (сильная брань). Пшкрт. Тăпра ăшня кайман (брань). Ала 90. Çавă ачасене ашшĕ те хăйĕн малтанхи арăмне тăпрашне кайса праххăрĕ те, урăх арăм илсе, унăн хыççăн кайрĕ. С. Алг. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çаврăнаççĕ: пехиллесе юл, йывăр тăпру çăмăл пултăр, тесе тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Вил-йăли. Вилнĕ çынна шăтăка ярсан, пурте пĕрер ывçă тăпра яраççĕ, теççĕ. N. Вилнĕ çынна илсе пынă чух хирĕç пулакан çынсем: йывăр тăпри çăмăл путăр, тесе иртеççĕ. || Руда. Ск. и пред. чув. 66. Унта, ылттăн тăпри чавнă çĕрте (на золотых приисках), çĕр айне пулса вилнĕ. N. Вĕсем ылттăн тăпри кăларма кайнă.
тарса юл
оставаться, оставаться на месте. N. Шыв тулнă вăхăтра шывпа юхса килсе тăрса юлнă. Юрк. Çуеççи: Питтĕр куллинчи шыв юхса тухнă, пуллисем пурте типĕ çĕре тăрса юлнă, çавсене тиесе килме каятăп, тет те, Кирли хăй лашине хытăрах хăвала пуçлат, тет. Юрк. † Çунаçăм сулăнчĕ сулăнка, хамăр тăрса юлтăмăр сылтăма. ЙФН. † Икĕ алă тулли ултă туттăр, илес тенĕ хĕрĕн пурçăн туттăр, тăрса юлчĕ, курăнать. N. Ампар тăрса юлчĕ. Амбар (двухъэтажный) остался цел и невредим. Кан. Ун çемйи пĕр ĕне вĕçне анчах тăрса юлнă — килтисем выçлăхпа йăлтах çисе тасатнă. ПВЧ. 108. Савни лартнă ют хĕре, тăрса юлтăм алăка. Альш. Чассавни çумнерех ларакан пĕр килĕ юлат тăра (после пожара). Якейк. Эп пасара кайма тохсаччĕ; ман пушă киле тăнă-йолнă, пушă патне ирĕксĕрех каймалла полч. Орау. Кашни çул качча кайимасăр тăра-тăра юлать. N. † Сар-сар арча, сар арча, сăр çитмесĕр тăра юлчĕ. Ала 72. † Икĕ витрем симĕсчĕ, тăра юлчĕ çал патне; савнă ачам сар ача, тăра юлчĕ Ейпеçе. Шорк. Киле килме тапраннăччĕ, хупах умне пычĕ, тăрах юлчĕ, пымасть. Вышли было итти домой, подошел он к кабаку и остался, не идет. (Выражается неожиданность, недоумение по поводу факта). Шишк. Ах тантăшăм, Сантăркка, карчăк вурнех тăрса йолчĕ. Скотолеч. 17. Эмелне лайăхрах лутăркаса сĕрме кирлĕ, сахал сĕрсен çăмĕ çине тăрса юлать те, усси сахал пулать. ЧП. Лайăх ятăм тăра юлĕ ял çине. || Пропускать. Кан. Пĕр пухуран та тăрса юлар мар. || Лишиться. N. Çука юлса çак ху ларакан кĕççерен те тăрса юлăн. Юрк. Çав каçах кунăн хай ылханнă лашине кашкăр çурса тухать. Курăсăн, хай çын пĕр лашасăр тăрса юлать. Ĕç вăхăтĕнче суха çыннийĕ лашасăр тăрса юлни пит начар. N. Çорран тăрса йолтăм. Тим. † Романовски кăçатта хапсăнса, хура кăçатăсăр тăрса юлтăм. Кама 54. Пурте пĕлеççĕ, пĕлтĕр манăн лаша ӳкрĕ: алăсар тăрса юлтăм. || Запоздать. ППТ. Пирĕн ялăн çапла тăрса юлса, хăш çулне Питрав кунĕ, хăш çулне Питрав ыран тенĕ чухне тин тăваççĕ (т. е. уй чӳкĕ). N. † Тăрă шыв урлă каçнă чух тăрса юлас ан пулăр. Якейк. Паян эпĕр кĕтӳрен тăрса йолтăмăр (проспали стадо).
тăрат
(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).
тăраткала
учащ. ф. от гл. тăрат. VS. Çӳçе е çăма çӳлелле тăраткаласа ярас (взъерошить). Н. Шинкусы. Таçтан унăн ывăлĕ, хура çӳçне-пуçне тăраткаласа, килчĕ-кĕчĕ (заявился).
тăри
(ты̆ри, тŏри), жаворонок. Ст. Чек., Пшкрт. Зап. ВНО. Çуракине çитсессĕн, трр!.. и, трр!.. и, тăри сасси. Алешк. Тăри юрласа çӳлелле хăпарнине: хăй пурттипе шурă пĕлĕт касма хăпарат, теççĕ; каялла аннине: пурттине ӳкерсе, пурттине илме анат, теççĕ. Б. Олг. Тăри (тŏри): тăри тăр-тăр-тăр! тăри тăр-тăр-тăр! портти ӳктĕр, тет, çĕççи ӳктĕр, тет. N. Тăри тăрмичак, Хусан кулачи парам, чак тăрăнса лар.
тăрă
(ты̆ры̆, тŏрŏ), верхушка. Байгул. Чăрăш тăрри — йĕс тăрă. Панклеи. Качака ку путяккине карта тăрне çакать-хăварать. N. Хура вăрман тăррипе, хура пĕлĕт айпе. (Письмо). Цив. † Сăрлă-сăрлă кĕлешче, ут тăррипе сăр кайрĕ. Юрк. † Пĕчĕкçĕ лаша-кăвак лаша, тумхах тăрринчен пускалат. || Верховье. N. Уравăш çырми тăррине. || Головка (прыща, чирья). О сохр. здор. Шатрисен вара тăррисем путса анса шуралаççĕ. || Бутон. Якейк. † Уй варĕнче умуççи, тăрри çорăлать — уй толать. Юрк. † Тăрри çурăлаччен ларакан (т. е. шăма кĕпçи), вăрман хӳтти пулакан. Сорм-Вар. Хусантан тухать хура çул, икĕ айăккипе улмуççи, тăрри çурлать (чечеке ларать) — уй тулать. Ала 101. Пирĕнтен каяш йолашки ларччăр тăрри çорлаччен (о „пантьăк кĕпçи“). Кильд. † Хĕрсен арки тивмесен, чечек тăрри çурăлмĕ. Михайлова. † Мăн олăхри олăх кĕпçи (вар. тарăн-варти путран кĕпçи), лартăр тăрри сарăлса. Хамăрпа калаçнă ачисам порăнччăр-и вăхăт çитиччен. || Разница в стоимости более дорогого предмета. Календ. 1904. 50 тенкине вĕсемшĕн банк туленĕ, 5 тенкнне (тăррине) вĕсем хăйсем тӳленĕ. || Борозда (в загадке). Карм. Ани шурă, тăрри хура. (Кĕнеке, çыру). || Кисточка пояса. КС. Тарри янă пиçиххи, пояс с кисточкой. Яргуньк. † Пирĕн арăм пуласси шуп-шурă шупăрпа, хĕп-хĕрлĕ пыçипа, пыçи тăринче шарçи пур. Абыз. Ик йăлтарка, тăват кăчăрка, ик тăрă. || Острие, кончик. Собр. Çĕççĕн тăрри çурăк пулчĕ, йăттăн пуханĕ (?) çурăк пултăр. N. Уксак çын туя тăрринче çӳренĕ пек. Алик. Хĕр калать, тит: тăхăр качака вăç (вот?) килет, мăйри тăрри ылтăн, чĕрни тăрри кĕмĕл. Альш. † Ăçта каян, чĕкеç, васкаса, çунат тăррисене хытарса. Шишк. † Ăçта каян, чĕкеç, çомăр витĕр, ик çонач тăрине йĕпетсе? || Крыша. N. Асанне пӳрчĕ тăрринче çур çăкăр выртат. (Уйăх). N. Лупас тăррисе виттертĕм. М. Тупт. Тăрă е арман тăрри, верх мельницы. Альш. Ăна çавăрса илет те, урхалăхпа пăвса çыхса, ампар тăрринчен çакса хурат тет. Орау. Пӳрте туса пĕтеретпĕр, тăрă çавăрасси анчах юлч. || Баран. 75. Хапхисем тăррине çырусем çырса хунă. || В переносном смысле. Персирл. Тăрри шăтăкрах, тăррине вус посман (глуповатый). Янтик. Сан пăртак тăрри шăтăк пуль, ытла тем-те-пĕр авран. (Гов. в ироническом тоне про человека, который где-нибудь в гостях говорит пошлости или начинает проявлять свое сумасбродство). Ib. Тăрри шăтнă-çке сан! N. Тăрри шăтăк = ухмах. Слеп. Тăрри шăтăк, питĕрмен (дурак). || Употребл. в качестве послелогов: на, над. С. Тим. Арча тăррине ларăттăм. Якейк. Ылтăн йопа тăрăнче ăмăрт-кайăк ларатĕ. Орау. Темскер шутлать пĕлĕт тăрнче. Что-то считает на небе. ПВЧ 96. Хурăн тăрне хпарасси (трудно влезть), хпарассинчен анасси (но еще труднее слезть). N. Осал çырнă, тесе ан кала: ора тăрăнче çырап ал вĕççĕн. Микушк. Ăмăрт-кайăк унăн тăрринчен (над ним) вĕçсе пынă та, вăл мĕн каланисене илтнĕ. N. Эпĕ пуç тăрне кĕреçе тытнăччĕ, кĕреçе шăтман.
тăрăн
(ты̆ры̆), натыкаться, втыкаться, вонзаться. Скотолеч. 21. Шĕвĕр япала тăрăнса пулнă суран. Тайба Б. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне тăрăнчĕ. Орау. Нӳхрепе ансан (кĕрсен), тарçи ун пуçĕ çине четвĕрт кĕленчи ӳкернĕ те, кĕленчи катăкĕсем çавăнтах куçне тăрăнă-тăрăна ларнă. Когда он слез в погреб, работник уронил ему на голову четверть, и осколки стекла вонзились ему в голову. Истор. Вăл çĕçĕ çине тăрăнса вилнĕ. Турх. Аскăн тĕттĕм ăсупа таса ӳт çине тăрăнтăн. Изамб. Т. Ачасем выляма кайсан, пăшалпа тăрăнса вилнĕ (наткнулась на ружье). Султангул. † Ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, кĕрсе ăсăм çитмерĕ, çичĕ ют куçне тăрăнтăм. Урмаево. † Вăрман виттĕр тухрăмăр, штрашник куçне тăрнтăмăр; çирĕм çула çитрĕмĕр, улпут куçне тăрнтăмăр. (Солд. п.). N. Кăшăлийĕн йĕпписем пурте унăн пуçне тăрăна-тăрăна ларнă. Якейк. Кайса тăрăнчĕ; кайса тăрăнтăр (= осал вырăна кайтăр; салтака, качча кайнă чох калаççĕ). ЧП. Чӳрече витĕр ухă утрăм, хура-курак куçне тăрăнчĕ. Чув. пр. о пог. 268. Хура шăна куçа тăрăнсан, çăмăр пулать. Если черные мухи лезут в глаза и надоедают — к дождю. Янтик. † Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне тăрăнчĕ; ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, куçăма тăшман тăрăнчĕ. Турх. Мĕскĕн поэт аякне пăшал етри тăрăннă. N. Чунăма çылах тăрăнса ларнипе хуйха ӳкрĕм. N. Тăрн тăрмичак, Хусан кулачи парамчак, тăрăнса лар. || Спотыкаться, запинаться. N. Куç курманнипе каç-каç тăрăна-тăрăна кайса çӳрерĕм. N. Тăрăнса кайсан, çын тăратмасан, тăримаçть. || Пошатываться? КАЯ. Унталла та кунталла тăрăнса каят. || Набрасываться. Кан. Паваркасси çывăхĕнчи вăрмана питĕ касаççĕ, йĕри-таврари ялсем пурте унта тăрăнаççĕ. N. Тăлăх çын çине тăрăнатăр эсир (набрасываетесь). N. Тискеррĕн кăшкăрашса ун патне тăрăннă. Альш. Ытла çыннăнне. тăрăнакан япала вăл (любит пользоваться чужим). Ib. Эрехе тăрăнчĕ. Стал пьянствовать. || Лезть (на должность), стремиться получить ее. || Бодать. Завражн. Аякран сиксе, пыра-пыра тăрăннă (козлы бодались). || Бросаться (в глаза). Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тилĕ юртать, ялти йыттăн куçне тăрăнса. || В перен. знач. Кан. Çавăн çине хăш чухне витĕртерех тăрăнмалла сăмахсем те ленкеççĕ.
тăрăх
(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.
тăрăх улача
пестрядь без клеток. См. улача. К.-Кушки. Тăрăх улачаран арçын йĕмĕ çĕлеççĕ. Ăна çапла тĕртеççĕ: кумми — тăват пĕрчĕ кăвак, пĕр пĕрчĕ шурă, ураççине кăвакпа ывăтаççĕ.
тăрăххăн
вдоль. Альш. Унта, çав Вăтакассах каллех тăрăххăн, ку урамалла, Мухмăр Иван теççĕ, çавă пăхса ларат. || Сред. Юм. Хăй йосаввине хăй пăхса пырсан, тăрăххăн çиç пăхса пырать, теççĕ. СПВВ. Тăрăххăн пăхкаласа любуясь своими (нарядами). || Альш, Йытти пырат-сикет çакна тăрăххăн, леш ӳкет. Собака бросается на его плечи, а он падает. || Употребл. в качестве послелога. N. Вĕренмен тăрăххăн (из-за необразованности) пирĕн хура-халăх пур усал кирлĕ мар япаласене ĕненсе пурăннă. N. Каланă тăрăххăн (к слову), пирĕн тата çĕр ахалех ним усăсăр выртса нумай сая каять. N. Ĕçĕ малалла аван пырсан, çак хаçета вуланă тăрăххăн (судя по этой газете), пирĕн чăваш та пăртак ытти халăхсем пек пурăнакан пулĕччĕ, тенĕ.
тăрăш
длина. Собр. Тимĕрпе хăмсарсан, тимĕр пĕр чике тăрăш тăслат, теççĕ. С. Алг. † Çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ. N. Тырă тăрăшпех акнă, тет. N. Тăрăшĕпе выртса тухнă. || Окруженье, окрестность. N. Дон шывĕ тăрăшĕнче начар, ытти çĕрсенче вăтам пулмалла. Рак. † Шурă Атăлăн тăрăшĕнче ут çултăмăр çаранта. || В течение, в продолжение. N. Сывă пулсан, сире ĕмĕр тăрăшне те манас марччĕ. N. Çул тăрăшне сивĕ тытрĕ. Кан. Хĕл тăрăшĕнче улма çĕрме пуçланнине сиссенех, çĕрĕккисене суйласа илмелле. Тайба.-Т. † Эпирех те выляса кулнисене асăнăр та тантăшсем, ĕмĕрĕн тăрăшĕнче.
тăрья
(ты̆jа), так гонят овец. Тюрл. Стюх. Тепĕр ик çултан сĕлĕ акрăм, кăвак сурăх иленчĕ. Тăрья! терĕм, вăс! терĕм, хура вăрмана кĕрсе карĕ.
тăрмаш
(ты̆рмаш), бороться. Кан. Кулаксем Совет влаçне хирĕç тата хытăрах тăрмашаççĕ. Слеп. Тăрмашаççĕ-кĕрешеççĕ. || Возиться, валандаться. Слеп. Тăрмашса ларнă (тем туса). N. Тăрмашать-тăрмашать, ĕçлесе пĕтереймест. Возится, возится, а дела до конца довести не может. N. Чысти ĕнтĕ есрилех (йомзя), пăхма та çук хăрушă тăрмашат, çӳçĕ-пуçĕ пĕтĕмпе ептертен кайнă хăйĕн. N. Тăвар киммисене пурлаксем тăвалла çыран хĕррипеле тăрмашса туртаççĕ. || Тормозить, препятствовать. Оскинкино (Белеб. у.). Кулаксем колхозсене тăрмашса тăраççĕ. || Маяться, стараться. Хурамал. Ялан ĕçĕпе тăрмашать (= ялан ĕçлет). СПВВ. ПВ. Тăрмашас, стараться кое-как. || Карабкаться. Сред. Юм. Кошак çорт тăрне тăрмашса ôхать (карабкается). Утăм. Ак пусран шурă япала тăрмашса тухать. Пĕлĕтрен те пусă пуринчен юпа пулчĕ-тăчĕ.
тăршшĕ
(ты̆ршшэ̆), длина; высота. N. Ырашсем тăршшĕсем пор, анчах сайра. Орау. Тăршшĕ манн та санни пекех. Ib. Ман пысăкăш санни пекех те, тăршшĕ вăрăмрах. Скотолеч. 21. Лаша уксахла пуçласан, унăн урине тăршшĕпе тыткаласа пăхас пулать: лаша хăш тĕлте ыратнине систермест-и. N. Çĕçĕпе ан хăмсар, вăл хăй тăршшĕ иккĕ чăсăлать. Альш. † Çӳл ту çинчи çӳл сарай сарнă тӳшек тăршшĕнче. Ib. † Урама шурă сыртăм та, кайрăм урам тăршшĕне. Халапсем. Вăкăр тăршшĕне утас пулсан, çынна виç кунлăх утма çул пулат. || Растояние. N. Етĕрне çулĕн тăршшĕне пирĕн ялтак 75 çухрăм шутлаççĕ. || В качестве послелога: по. Альш. † Эпир килтĕмĕр çак киле, авалхи йăла тăршшĕнчен. || В течение, в продолжение. Кан. Хĕл тăршшĕнче çĕрулмине вăхăчĕ-вăхăчĕпе темиçе хут суйламалла. N. Мĕн ĕмĕр тăршшĕне кана пĕлмесĕрех ĕçлемелле-и вара? N. Хам ĕмĕрĕм тăршшĕне çуклăхпах ирттертĕм; хам ĕмĕрĕм тăршшĕнче нумай нуша куртăм. ПВЧ 82. Мана анне çоратнă, тăршшĕпех хуйăх курмашкăн (всю жизнь). || Основа. Яргуньк., Чертаг.
хай
(хаj), отделывать, сделать отделку. СПВВ. Письмянка. Пилĕк тĕлне хайса тунă. На талии полушубка сделана отделка из кожи. Тюрл. Пăртак хаймалли порччĕ (тĕр тунă чоне). N. Хайса çĕленĕ, широкими стежками сшили. Кĕвĕсем. Хайнă-хайман кĕпем пур, тата питрех хаяс-мĕн. Вăйă иртессе пĕлмерĕм, тата питрех выляс-мĕн. N. Симĕспе хаяççĕ хăмаç çумĕнчен. || Бросаться вон. N. Ырă ут капантан хайман, ырă çын çăкăртан хăраман, тет. (Послов.). Пазух. † Ĕлĕк пичи калатчĕ: Хура хĕре курсассăн, лаша хаять,— тиетчĕ; халь хайи-ха, хайми-ха.
хаяр сун
желать дурное, Юрк. † Хаяр сунса ан ярăр: кайтăр, пĕттĕр, ан тийĕр. (Солд. песня). Собр. † Пирĕн юхнă куç-йĕлли хĕвел анăçне кӳл пулĕ; пире хаяр сунакансем кĕписене çавăнта çуччăр, кĕписем шурă пулччăр, сăнĕсем хура пулччăр. ЧП. Эпир ярăнса ӳснĕ чух, хаяр сунас ан пулăр. N. † Ах атте те, ах анне, хаяр сонсах ан ярăр. (Хĕр йĕрни). N. † Йĕри-тавра йыснисем, хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (Хĕр йĕрни). Ст. Чек. Эс хаяр суннă пек апла (уговаривает выпить). Н. Лебеж. Пур-тăр сăвап сунакан, пур-тăр хаяр сунакан. N. Çынсене хаяр сунмасть.
хаю
лента. N. Хаю = хăю. Пазух. † Йĕпкĕн хура шĕлепке таврашне йĕпкĕн хура хаю тыттартăм, йĕпкĕн хура хаю вĕçсене вунçичшерлĕх кĕмĕл яртартăм. Баран. 68. Икĕшне те Георгий хайăвĕ çине çакнă медаль панă. Ib. 92. Вăл кĕмĕл хаю пек çуталса явкаланса, тăвăн пĕр карчĕ çинчен тепĕр карчĕ çине сиксе юхать.
хайăрăл
валиться. СПВВ. Хайăрăл = хирĕл. ЧП. Хура вăрман витĕр тухнă чух, пушăм авăри юлчĕ хайăрăлса. || В перен. смысле. Юрк. Тыррисем пĕтĕмпе хайăрăлса пулаççĕ. Изамб. Т. Ыраш вăйлă пулсан, хăйăрăлса ӳкет (ложится). С. Тим. † Хĕрсем пĕве кайнă чух хаяр куçпа ан пăхăр, хаяр куçпа пăхсассăн, хайăрăлса тухат, теççĕ.
хайрăл
то же, что хайăрăл. N. † Хура вăрман витĕр тухнă чух нукайккам юлчĕ хайрăлса. || В переносн. значении. N. Йыттинчен вăтаннипе унăн ăшĕ хайрăла пуçланă.
хайт
подр. гиканью. Магн. М. 2ЗЗ. Хайт! хайт! темесен, хаяр тымар тапранмасть; ватăлмастăп-вилместĕп, ӳсĕрĕлместĕп-ӳкместĕп. Собр. Хура тур лаша харт турĕ (фыркнула), пирĕн ати хайт! терĕ (гикнуд). Такмак. Хайт! тесен хатĕрĕ пур, айт! тесен алтăрĕ пур. Бюрг. Хайт! тесен хатĕр пулĕ. N. Хайт, хайт! çапах парса ямăпăр. Череп. Хайт! Так кричат, напр., когда собирают в одно место стадо.
халап
сказка. См. халлап. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çын калать: вăл халап пулат-и, тет, акă сире халлап каласа па-рам, тет. || Рассказ. Икково. Йомах яр та, халап çыр; кил-ха сана пĕр халап калам. Ала 97°. Халапăн вĕçĕ (так написано в конце рассказа. || Речь, разговор, беседа. Абыз. N. Вĕрентекенсем, халăх нумайланнине курсан, хăюлăланса çитсе татах халапсем каланă. N. Халап вĕçтерсе калаçакансем. Ала 90°. Эй тăвансем, хайпăр хăй ачи-пăчине пурте хĕрхенеççĕ, халапра пур, курак калать тет: курак-курак, хура та пулин чĕппĕм хамăнах, тет, теççĕ. Кан. Халапа кĕрсе карăмăр. Мы вступили в разговор. Шарбаш. Калаçсан халап, кассан турпас. (Послов.). Шорк. Халаппи шолтра. Говорят про человека, который говорит громко, не стесняется в выражениях, грубовато, но в то же время все это выходит как-то просто. N. Халап попле, разговаривать (с кем). Кильд. Пĕр-пĕрин халапне килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса пурăнас пулать. || Предложение. N. Пĕр ик-виç-тăват кунтан халапсенчен сăмахсам уйăрса, халапра миçе сăмахне, сăмахра миçе уйрăм сасне пĕлтересшĕн. || Новости. N. Улах халапсене çырса яр, Малишке! N. Ву каласа кăтартрĕ килти халапа пĕтĕмпех. || Слово. ГФФ. † Хоньăм патне килсессĕн поплемессерен ăш халап. Когда приезжаешь к тестю — что ни речь, то приятное слово. || Иногда не переводится. N. Сан мĕн халап пор, хăта? Что скажешь, сват?
халат
суконная поддевка с откидным воротом. Тюрл. Халат, суконный кафтан с подкладкой. Сред. Юм. Халат, поддевка у мужчин. ЩС. Халат, женский и мужской верхний костюм с борами. Чутеево. Халат, поддевка. К.-Кушки. Пирĕн арçынсем те хĕрарăмсем те халат (поддевка) тăхăнаççĕ. Ст. Яха-к. Ун чухне çамрăк яшă ачасене ахаль чухнехи пек çăпатапа çӳренине кураймăн; пурте атăсем, хĕрлĕ кĕпесем, халатсем (поддевки) тата картуссем тăхăнса çутăлса çӳреççĕ. ТХКА 87. Майрисем халат пӳркенсе пичĕсене витсе лараççĕ. || Халат. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана.
халăх
(халы̆х), народ. ЧС. Е пĕсмел чук çырлах, хура халăха ырлăх пар, çăмăр пар... (Из моленья). N. Халăх çăварне чармалли çок. Истор. Василий Дмитриевнч аслă княçра чух вырăс халăхĕ çине тутарсем икĕ хут килсе вăрçнă. Ст. Айб. Халăх халăх пулĕ, теççĕ. (Послов.). N. Вĕсенĕн ят çĕрĕсене халăхпа (миром) туртса илсе урăх çынсене панă. ЧС. Пĕрре эпир халăхпа илнĕ çаран çинче утă çулаттăмăрччĕ. || Люди. Яргуньк. Халăхсам ĕçлесе укçа тупаççĕ. Якейк. Пирн Хветĕрпе пит те ан калаç, вăл орăх юшши халăх. || Общество, мир. Букв. 1904. Петĕр Çтаппанĕ халăх вăрманне (в общественный лес) вутта кайнă. N. Салтак пурăнăçĕ халах пек.
халĕ
(хал’э̆), теперь, сейчас, нынче, в настоящее время. См. халех. Орау. Халĕ ăрамра типĕ. Сейчас на улицах сухо. Сунч. Хĕвелпе пиçнĕ чие пек, халĕ татса çиес çырла пек (девушка). Вишн. Халĕ мĕн калани чăнах. || Вот-вот. N. Халĕ килсе ӳкет, тесе ларатпăр. N. Вара халĕ пĕр виçĕ кон полчĕ ояр кон. СТИК. Ку капан халĕ-вара ишĕлсе анас пек ларат (вот-вот развалится). Ib. Халĕ килĕ, вара килĕ тесе кĕтсе ларап, çук. || Употребляется в качестве вставного замечания. См. ха. Оп. ис. ч. II. Ачасем çăкăршăн пулĕ халĕ. Дети, небось, хотят хлеба. Тайба. Кĕрепенки мĕн хак-ши, пур-тăр халĕ аллă пус (возможно стоит копеек пятьдесят). Чăв.-к. Çаврăнат пăхат сар ача, мана килет тиейсе, пымăп халĕ эпĕ сана (не пойду я за тебя замуж). N. † Леш аяккинче ешĕл курăк, курăп халĕ утăра (вашу лошадь) янине. Тим. Хура вăрмансенче юр тарăн, иштерĕпĕр халĕ утпалан. Тăван, эпир кунтан уйăрăлсан, хыпар пĕлĕпĕр халĕ хутпалан. Пазух. † Савнă туссем кайса, ай, пĕтеççĕ, ӳсекенсем тата пур халĕ. N. Кашкăр хăй тирне шелле пуçлать, анчах тарĕччĕ, хӳри вакăра (в проруби) шăнса кайнă та халĕ, тытса тăрать. Юрк. Нумай пулат-и халĕ, эпĕ сирĕн патра çĕр тенкĕ ятăм? Янтик. Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çул çитиччен. || Соответствует русской частице ка. См. ха. Оп. ис. ч. II. Кус, кайса пăх-халĕ. Ступай-ка, посмотри. Юрк. Атте, пăх-халĕ, чыкан епле ташла пуçларĕ. Ib. Лашасене кӳл-халĕ. Ib. Кала-халĕ.
халь
(хал’), то же, что халĕ, теперь, сейчас. Ачач 84. Куç хупанкисем ак халь хупăнаççĕ, ак халь уçăлаççĕ, халь хупăнаççĕ, халь çĕнĕрен уçăлаççĕ... А.-п. й. 99. Халь ман киле каймалла. Б.-Крышки. Халь, пока, теперь. Регули 547. Халь мана хаман, çӳреме полтаратăп. || N. Эсĕ сар шерепи яни-ха? — Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. || Вот-вот... Хайхи тулă ани çинче тытнă кăвак лаша халь утланса каймалла килсе тăчĕ, тет. || Быстро, скоро. Пазух. † Халь килĕпĕр, тăвансем, халь кайăпăр, тек-тек килет тесе ан калăр. || Употребляется в смысле частицы. Охотников. Каятпăр-халь. Едем вот (неопределенный ответ спрашивающему: куда едете?). Хурамал. И кайĕçин кайĕç-халь, кайĕç-халь. || Соответствует русской частице ка. Регули 511. Тив-халь (тив-ха) эс мана, эп аттиа каламăп-и. || Слушай-ка, смотри-ка. В. Олг. Ай-ай çĕçĕ мока, пăсса пăрахат полла, халь! || Употребляется в качестве песенной вставки. Пазух. † Чӳрече умĕнче, ай, лăс хурăн, çил силлемесĕрех те хăй силленет, çил силлесен пушшех те халь силленет. Ай-хай пĕр пуçăмçăм та, ай, çамрăк пуç, çын хурламасăрах та хăй хурланать, çын хурласан пушшех те халь хурланать. Ib. † Кăвак кăвакарчăнăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен халь телей çук. Н. Седяк. † Хура пекĕ хура çăрха, халь уткăнма тăрать эпĕ ларнăран; пĕчĕкçеççĕ пуçăр, хура куçăр, халь шывланма тăрать эп кайсан.
хантăсла
(ханды̆сла), строчить. Тюрл. N. Хантăсла, обгибать кругом узором. Нюш-к. Хурапа хантăсланă = хура çиппе йĕритавра çавăрнă (об узоре).
хап
усилительная частица для образования превосходной степ. от прилаг. хура: хап-хура, пречерный. ГТТ. Вăрăм хăмăл ларнă çĕртех çиле май хап-хура (пречерный) çунса пырать (при сжигании жнива). Ст. Чек. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет.
хар
(хар), подр. рычанию. N. Анаткас урамне кĕрсенех пире тăват-пилĕк йытă хар çыпăçрĕç. N. Эх, май çук. Хал çук. Вăй пулсан халех эпĕ сире хар хыпса туртса çурăттăм, тет вăл, çиллине шăнараймасăр. || Подр. фырканью лошади. ЧП. Хура лашам хар турĕ. || В один голос, враз, неожиданно. Сунт. Ăна хирĕç темиçе сасă хар ярса илчĕç. СПВВ. Харах илнĕ, все в один голос (при ругани, брани). Сред. Юм. Эп пырса кĕрсенех, мана пôрте харах ярса илчĕç. N. Пĕри пухура кăшкăрсан, ыттисем уншăн хар тăраççĕ. КС. Харах сиксе ӳккĕрĕ. Набросился с руганью, стал пробирать, так и накинулся. N. Унччен те пулмарĕ, курăк ăшĕнчен пĕр хĕрлĕ йытă сикрĕ тухрĕ те, харах илчĕ мана. Буинск. Ларчĕ, ларчĕ, эпĕ пĕр сиккеленмесĕр тăратăп, сиккеленсенех йытă харах илет. || N. † Калпакне пăхса хар пулса, килейĕччин савнă тус пулса. || Согласие. Ст. Чек. Миккуль арăмĕ хар килчĕ.
харт
(харт), подр. хрюканью; подр. фырканью. Толст. Хир сысни харт! турĕ (фыркнула). Сред. Юм. Сысна ами çурине тытсан хартлатать, харт-харт тăват. Альш. Харт-харт-харт! Звук, издаваемый сурками, когда они завидят человека и убегают в норы. Собр. Хура тур лаша харт турĕ (песня). СТИК. Лаша харт тăват та, карт туртат (хăрасан).
хартлат
хрюкать, фыркать. СТИК. Сысна хартлатать. КС. Сысна хартлатать, нăрăклатать. Ib. Сысна ами, çурине тытсан, хартлатать. Сред. Юм. Хартлат = харт-харт тăвать. Изамб. Т. Хартлатат, фыркает лошадь, испугавшись (а тăлхăрат, чихает как бы). Арçури. Хура лаша ан хартлат. ЙФН. Хура лаша хартлатать. Баран. 6. Çулпа пыран кӳлнĕ лаша шăрша сиссе (почуяв запах волчий) хартлатать. Бугурусл. Çул çинче сасартăках лашасем ман хартлата пуçларĕç. Изамб. Т. Лашасем курчĕç те, хартлатса пĕр çĕре пухăнса тăчĕç. || О гармонике. Г. А. Отрыван. † Вуник хутлă хут-купăс туртмассерен хартлатать.
харша
встреч. в сочетании: куç харши, брови. Собр. Хура куç-харшиллĕ, хĕрлĕ чĕреллĕ савнă чунсем ăçта çывăраççĕ-ши? (Песня).
харшака
то же, что харси. Наличники (?). СПВВ. Байгул. Шур ампарăн чӳречи харшакисем чĕнтерлĕ. ЧП. Шурă лаçăн чӳречи тĕрлĕ иккен харшаки.
хахах
то же, что ахах, назв. драгоц. камня. Кĕвĕсем. Хура вăрман витĕр тухнă чух çуна тупань хахах та пулинччĕ!
хашкулян
(хаш + кулян), вздыхать горестно. N. Ăçта карта-хура çук, унта пурлăх тусать; камăн арăм-юлташ çук, çавăн ниăçта пырса вырăнаçаймасăр хаш кулянса (вар. хашкуланса) çӳрет.
хыв
(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.
хывтар
(хывдар), понуд. ф. от гл. хыв. Юрк. Кăçал çĕлетнĕ сарă кĕрĕкме хывтарас çукчĕ шухăшăмра. N. Юпасăр кĕпер хывтартăм. (Пăр шăнни). N. Пăхăртан çĕлен кĕлетки хывтар. Собр. † Кĕмĕл çĕрĕ хывтарар-и ялан таса кĕмĕл укçаран. Батыр. † Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, сылтăм алла тăхăнтăм. Сиктер. Ашшĕ тимĕрçе тимĕр чупмар хывтарнă. N. Хурçăран хачă хывтартăм, хура пустав тăрăх касмашкăн. Чăв.-к. Вакă-тĕвек тимĕртен платник пурти хывтартăм: çичĕ ютпа тавлашма хурçă чĕлхе хывтартăм. N. Пурта хурăç хывтартăм. N. Тата хайхи хамăр уйрăлнă çул сĕлĕ вăрлăхĕ пачĕçĕ; вăл сĕле хамăр илменччĕ, пăяхам илнине 7 пăт хывтарчĕçĕ.
хып
(хып), брать в рот, хватать, схватывать. N. Çăвара чĕлĕм хыпса. N. Чĕлĕмне пĕр енне хыпнă. П. Патт. 2З. Эсир (кăвакалсем) çăварăрсемпе патака иккĕн икĕ вĕçĕнчен хыпса пырăр. Орау. Шăнкăрч çăварне темскер хыпса килчĕ. Юрк. Çăварăма пĕр пăрçа анчах хыпсаттăм, шăлсем çук пирки çăварта пăртак шӳтĕрсе çемçетсен çийĕп, тесеттĕм, вăл та пулин çăвартан тухса ӳкрĕ. Буинск. Ача ĕмеймес, хыпаймас. Çутт. 26. Аллине çăвара хыпса çӳремест. N. Амăшĕ ăна, çăварĕпе хыпса, карташне илсе тухнă. Лап-к. Шалта пĕр çăртан çăмартине хыпнă çăварне. Юрк. Шап-шурă мĕн, шурă кайăк çурисем чечек пуçне хыпса выляççĕ. О сохр. здор. Ыратнипе тапкаланать, йăнăшать, çăварне тăпра хыпа-хыпа илет. К.-Кушки. † Пĕрчĕ, пĕрчĕ юр çăвать, хыпса юлăр ачисем. Çутт. 157. Икĕ йĕп-тăррине пулă тытса хыпнă, иккĕшне шапа хыпнă. Н. Лебеж. Çисе яма кашкăр мар, хыпса çăтма упа мар. Чаду-к. Вăл килсенех пире пӳрчĕ-мĕнпех хыпса ярать. С.-Устье. Акар йăттийĕ татса хыпах çиса ячĕ (разорвала ее), тет. А.-п. й. 57. Чее тилĕ йăвана кап! анчах хыпса çăтрĕ. || Есть, кушать. КС. Значение хып зависит от кушанья и тона: или значит кушай или жри. ПТТ. Унта вара пысăккисем çăмартасене валеçсе параççĕ. Ачасем кĕлĕ-мĕн тумаççĕ, парсассăнах курак пек тӳрех хыпса яраççĕ. (Сĕрен). Б. Олг. Хыпат, тет, тăранимест, тет, кормани эс мĕн-и тет, капла çăтасшăн, тет. Сред. Юм. Хыпса яр çав татăка. Съешь этот кусок. Хăр. Паль. 12. Ăна та (çăкăр татăкне) хыпса янă. Йӳç. такăнт. Т. Ларăр хыпма, йĕпе сăмсасем. Актай. Чавсан-чавсан, ку вилнĕ çынна кăларчĕ, тет те, хыпса ячĕ, тет. || Клевать (о птице, о рыбе). Янтик. † Шĕлещен кайăк чĕппи мĕн çиет? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать; пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? Кулаçне хыпать, пыл сыпать. Хурамал. Пулă хыпать-и? Клюет ли рыба? Б. Олг. Ан кăчкăр, полă хыпат, кăчкăрса ан ворăр! Альш. Пĕр-пĕр хыпакан тĕлĕрех (где рыба клюет) пырса ларать те, ларать кунĕпе çавăнта турта-турта кăларса. Байгул. Шур Атăла вăлта ятăм, вăлта Ятăм, хыпмарĕ. || В перен. значении (заливать берега). Йем.-Таяпи. Çырмара шыв нумай, çыранне хыпса тăрать (как бы держит в губах, т. е. захватывает берега, и их не видно. || Хĕн-хур. Итле мана, Якку: ырантан вара хамăр патăмра Анушăн тĕсне ан курам! Мĕн хыпма илсе килтĕн эсĕ ăна? (на что, к чему). N. Мĕн тума килнĕ вăл кунта? — Хыпма килнĕ! (сдуру). ГТТ. çта хыпатăн? Куда ты торопишься? (в еде). Орау. Мĕн хыпса каям эп унта? Сятра. Мĕн хыпса ларатăн? Что ты тут торчишь?
хыр
(хыр), сосна. Н. Карм., Сохрон-й., Пшкрт., Çутт. 78. Пурине шултра хыр пĕренисенчен пурарĕç. Рак. Хура вăрман хыçĕнче пуртă витмен хырăм пур. Ск. и пред. чув. 2З. Хырăмĕсем хыр çинче ула-ула лараççĕ. N. † Вырăсла та хапха, ай, хăмисем — пурте ватă хыр, ай, варрисем; пирĕн колхоз ĕçки, ай, çикисем — пурте ватă хуртăн пылĕсем. А.-п. й. 64. Чăрăшпа юнăшарах ватă хыр ларнă.
хырăморли
(хыры̆морлиы), особый пояс у женщин. Хорачка. Б. Олг. Хырăморли, капăр чуаш хĕрĕсем çыхаччĕ. Шибач. Хырăморли, особый род пояса. СПВВ. ВА. Хырăмурли, пояс. Ск. и пред. чув. 34. Сарă хĕрсем çивĕтне пурçăнпала явтарса туртса çыхнă хытарса, хĕрлĕ пурçăн хырăмурлинчен, шурă шупăр çийĕнчен.
хыт-курăк
назв. растения. Ст. Чек., Н. Якушк., Башк. Хыт-курак, донник белый. Мыслец. Хыт-курăк, белоголовец. А.-п. й. 3. Еп хам хыт-курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ. СТИК. Хыт-курăк çур тырри çинче пулат. Вăл питĕ çӳлĕ илемсĕр, патак пек хытă курăк. Ӳсессе вăл сарăлса кайса ӳсмест, тĕпренех темиçе туратланса, чаркаланса кайса ӳсет. Чечекĕ унăн пĕчĕкçĕ, шурă тĕслĕ. См. хытă-курăк.
хыт-хура
назв. растения. Хурамал. Н. Карм. Хыт-хура = тăваткăл хура. Б. Аккоз. Хыт-хура, дикий цикорий. N. Хыт-хура, назв. растения. Вилнĕ çын аллине хăш чуне тупăлха вырăнне тыттараççĕ. Башк. Хыт-хура е шпакат курăк, тысячелистник. Чертаг. Хыт-хора, чернобыл. || Общее название сухих, засохших, жестких трав. Альш. См. хытă-хура. Чув. прим. о пог. 457. Хĕлле хирти хыт-хура ăçталла тайăлать, çулла тырă çавăнталла тайăлать. Зимою в какую сторону наклонится высохшая и почерневшая полынь (высокая сорная трава), в ту сторону летом наклонится хлеб. Виçĕ пус. 24. Çĕре хытта хăварас ĕçе тĕрĕс туса пымасан, унта малтанхи çулне пĕтĕмпе хыт-хура шăтса тухать. Кан. Хыт-хура пек типшĕм. N. Хыт-хура вит у, çапă вит у. Чураль-к. Катаран Марфа, патне пырсан хыт-кура. (Сывлам). Ст. Чек. Сухаличчен хире хыт-хура теççĕ. М. Тув. † Хура ĕне пăрушне хыт-хура та пырĕ-ха; çакĕ ялăн хĕрсене урçана та юрĕ-ха. N. † Пăри терĕм акăнчĕ, сĕлĕ терĕм сапăнчĕ; шăтрĕ тухрĕ хуп-хура ăшçунтармăш хыт-хура. || Сред. Юм. Çын хыт-хорине мар, хамăрăнне те шоратса хăвармалла мар-ха конта.
хыт-хуралă
обильный травой хыт-хура. Н. Карм. Хусан купсисемех ăçтан иртет, хыт-хуралă ана пуçĕнчен.
хыт-хуралăх
место, поросшее травой хыт-хура. Бел. Гора. Çав хыт-хуралăхпа кăшт кайсассăн, ман хăлхама тем кăшкăрнă сасă илтĕнчĕ.
хытса лар
покрыться твердой корой, затвердеть. N. Пичĕ хуп-хура, сылтăм енчен пит-çăмарти хăлха патне çитиччен хытса ларнă. || Коченеть от холода (руки). О сохр. здор. Алли-урисем те хытса лараççĕ.
хытă-хура
назв. жестких крупных растений вроде „пилеш тăрлă корăк“. В. Олг. Начерт. 192. Хытă-хура, черно-быльник. См. хыт-хура.
хир супăнĕ
назв. растения, saponaria officinalis. Dianthus. Ст. Чек. Хир супăнĕ виçĕ тĕслĕ: шурă, симĕс, хĕрлĕ.
хирĕç пыр
прекословить, итти против, наперекор. О сохр. здор. Нумайĕшĕ çак çырнине хирĕç пыраççĕ (не согласны с тем, что здесь изложено). N. Аçупа аннӳне хисеплетĕн-и, вĕсене хирĕç пымастăн-и? || Встречать. А.-п. й. 45. Тиллн çав вăхăтра пылчăк ăшĕнче выртса яваланнă та, хура-хăмăр тилĕ пулса хирĕç пырать. А тем временем лиса повалялась в грязи и встречает волка у опушки леса чернобурой лисой.
хирĕç-хура
возражение. К.-Кушки. Аппана илме килеççĕ, хирĕç-хура пирĕн çук.
хирлу
хирлӳ, весь прибор для битья шерсти. Нюш-к. Тюрл. Хирлу, шерстобитная струна. Пшкрт. Çăм тапнă хирло, струна. || Часть саней. Н. Карм. Хирлӳ. Икково. Хирлу (х’ирλу). N. Хирлӳ, стужень у саней. К.-Кушки. Хирлӳ, вязок, соединяющий конец полоза с грядками (ӳрече). Чертаг. Хирлӳ бывает у саней (тупан кунса кайнаран). Ib. Хирлӳ у шерстобитов. Ст. Чек. Хирлӳ у „луччук“. || То, что натянуто. СПВВ. Хирлӳ, тетива; что натянуто. СПВВ. Ĕнче пуçлă укçусене шурă пурçын кирлĕ хирлӳне. Толст. Çапла каласан, çĕмрен хирлӳне кышла пуçларĕ тет. || Огниво. Баймашк.
Хитиван
имя мужч.(?) Атмал-к. Уть-уть, Утиван, Утиван тв Хитиван! Сарă хĕрсем кĕрт йăтти, хура хĕрсем вут-пуççи.
хитре
(х’ит’рэ), красивый. Ураскилт. Ах çав хĕр хитре-çке; вăл лайăх арăм пулмалла, хитре хĕр. N. Хитре — чипер = илемлĕ. N. Пурăнăç хитре, жизнь красна. ЧС. Пĕр хитре хура тумтирлĕ çын. А.-п. й. бб. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухать. Ib. 60. Ай сан юрру хитре-çке. N. Хитре инке. N. Витĕр хитре. N. Чипер порăн. Хосанта тесе, он пек, кон пек ан шотла. Онта хитре яшсам нумай поль; хитре яша ытаримасăр, хувăн ĕмĕрна ан иртер. КВИ. Тӳрриперех каласан, хитрех те мар мухтама, начар та мар хурлама. СПВВ. ГЕ. Чип-чипер е пит хитре — тăпăлкки япалана калаççĕ. Ал. цв. 5. Ку чечекрен хитри çук. ГФФ. † Эп савнирен хитререх те, çавах савни йоратмасть. Я красивее своего милого, а все-таки он меня не любит. || Хороший. || Пышный. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. || Якейк. Кон чĕлхи-çăварĕ пит хитре (очень красноречив). || Худой (о человеке). Календ. 1904. || Красиво, мелодично. Шурăм-п. Туй ачисем ун хыççăн питĕ хитре юрлаççĕ. || Красавец (-ица). N. Халĕ те кĕтет пулĕ пĕр хитре. || Красота. Шетмĕ. Он хитринчен тĕллĕннĕ. || Хитрость. Ала 28°. Çавă Йевкене вăл хăй хитрея вĕрентнĕ (научил хитростям), тет.
хуйньăм
тесть. Альш. † Хуйньăм хĕрĕ хура Сухви.
хула
хола, город. А.-п. й. 87. Сахар ирпе тăрать те, хăй ĕнине çавăтса, хуллен утать хулана. Ib. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хăй платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. Букв. Шурă хуланăн хапхи çук. Юрк. Малтан хăйсен ялĕнчи шкулта вĕренсе тухсан, хулана та вĕренме леçет. N. Урамра хула курса çӳренĕ чухне çаксенчен пĕри ыйтать: мĕшĕн сирĕн хулăр пит начар? — тет. N. Акă ку та хулара пуян пулса пурăнчĕ. N. Ку Одесса хули пек чаплă хула ниçта та курман. Ст. Шаймурз. Вăкăр çинче хула ларат. Регули 1485. Эпĕ те тарçăпа хола пырса. Холара та, ялта та пор пӳрт онăн. Ib. 1423. Вăл хола кайнă та, килтман халь. Ib. 1433. Вăл ку хĕлте холара полнă, амăш патне кайнă. Ib. 1107. Холалла витрех (хола енелле) кайрĕ. Янтик. Хулана каймарĕ тем. Пожалуй, не в город ли ушел. N. Хола (в город) кай. Цив. Хола каймалла. Эпир çур. çĕршыв 26. Ку урам хулан вăта çĕрĕнчи чи вăрăм урамĕ. Н. Лебеж. Виçĕ ачана пытараççĕ хула çинчи сутпала. Альш. Ир те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл: ялан аслă хуланăн ялавĕ. N. Хулапала Лайăш хушшинче.
хулă
холă, прут. СПВВ. Х. Çумăр хулă пек ярать (Козм.). N. Хулă чухне авмасан, патак пулсан авасси хĕн ЧП. Хурама хулли. Юрк. Виçĕ хулла пĕрле тытсассăн, вĕсене часах хуçас çук пĕр хулла тытсассăн, ăна хуçма вăй кирлĕ мар. Б. Яныши. Апи мана пӳртре тытрĕ те, ăслани холăпа парчĕ. Орау. Унтан кашни ачине хулăпа тиверет. (Игра в хура туя). КС. Шорк. Хулăпа чашлаттарчĕ ( = чăвăшлаттарчĕ). Тогаево. Çав вăрмантан вара никам та пĕр холă татки хуçман, тет. || Проволока. Сятра. Тимĕр хулă. Халă пĕрне, корзина. Курм.
хулăнăш
хулăнăшĕ, толщина. Баран. 158. Ку çĕрĕн çиелти сийĕ тем хулăнăш хура тăпра.
хултăрмаç
холтăрмаç, то же, что хултăрмач. Альш Шур кĕпенĕн хултăрмаç урлă ларсан илемлĕ. Юрк. Хултăрмаç (шурă кĕпе çанни çине тĕрлеççĕ) = масмăк. N. Хултăрмаç — „как эполеты на плечах“.
хулху
крупный, высокий (о лошади). Орау. Хулху = пысăкрах. Сан лаша маннинчен хулхурах, пĕтеврех, çӳллĕрех. Ib. Манăн лаша саннинчен хулхурах (побольше корлусон и вышиной). Ib. Паян пасара пĕр турă лаша илсе тухнă, хăй чух (немного) пирĕн хура лашаран хулхурах та çав, хитре тенипе хитре çав. || Толстый. N. Хулху = хулăн (толстый, выльăх, çын). || Якейк. Шор колачне касмашкăн холху çĕççи кирлĕ, тет, холху çĕççи тумашкăн тияк ачи кирлĕ, тет. || Удобренный навозом (о земле). Якейк. Холху çĕр = навослă çĕр. || Неплотно, неполно, слабо. Икково. Холху тăянă ( = тиенĕ). Шорк. Арпине мăйăха пит холху тултарнă. (Очень слабо набито). Якейк. Вăл мана пĕр пăтакка омма холху пачĕ ( = кĕт тулимирах пачĕ).
хумхан
хомхан, волноваться. качаться. Ала 21. Улпут пынă çĕре карап шыв çинче хумханса çеç ларнă, тет. N. Инçе мар, çынсем çӳлелле ывтăнса каввисем курăнать. Çĕр хумханса тăрать чисти шыв пик. Çынсем тупă сассипе ăнтан карĕç. В. Олг. Йӳç ( = йăвăç) тăрри хомханать. А.-п. й. 65. Ма парăп эпĕ ана хамăн йĕкелĕмсене,— тет юманĕ хумханса. N. Çилпе хумханса ларакан хумăш. БАБ. Хăмăш çилпе епле хумханать, çавăн пек хумханĕ. N. Çурти çунать хумханса. N. Юпа пуçĕ çине çутнă çурти сывлăшпа хумханса еррипе çуна пуçласассăн... N. Ан хумхансем, тăрри, ан суллансам, çил ăçталла вĕрнĕ, пуçĕ унта. Сĕт-к. Хăмăшлăхра хăмăш хомханнă, хомханнине сисмерĕм. Чураль-к. Хурăн тăрри хумханĕ, хура халăх пуçтарĕ. (Урай шăлни). Хора-к. Кайăкĕ тăрса кайсассăн, холли йолать хомханса. Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. Кĕвĕсем. Çӳлĕ тусем çинче курнитса, унăн чӳречисем шăвăçнитса: çиллĕ-тăвăллă кун хумханать, хĕрлĕ хĕвеллĕ кун ялтăрать. Альш. Çӳл ту çинче горница, чӳречисем ешел кĕленче, çиллĕ кун хумханать, хĕвеллĕ кун ялтăрать. Çутт. 154. Йĕри-тавра тĕтĕм-сĕрĕм хупласа илнĕ, вĕри сывлăш хумханса çеç тăрать. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янратать, хура вăрман çине янратнипе ялти ватă-вĕтĕ савăнать, ялти ватă-вĕтĕ савăннипе сăпкари ача хумханать (качается). || Колыхаться. ГФФ. -† Куккук алтать, поçне охлать те, хорăн тăрри хомханать те, симĕс çулчи тăкăнать те. Кукушка кукует, кивает головою — макушка березы колышется, и падают зеленые листья.. ГФФ. † Орам хошшинчи йăмрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. || Грациозно двигаться; веселиться, радоваться. С. Тим. Пуян кинĕ пулайăттăм, кĕреке умне тăрăттăм, кĕреке илемне кӳрĕттĕм, хурăнташсем умĕнче хумханайса çӳрĕттĕм. Рак. Çинçе пĕвĕм, хура куçăм, хумханĕ-çке çичĕ ютăн киллĕнче. Сред. Юм. Хура вăрман ăшĕнче çамрăк хурăк хумханать; хура хăлăх хушшинче çамрăк пĕвĕм хумханать. N. Айхай çинçе пӳçĕм, айван чунçăм, хумханать-çке ырă çын умĕнче. С. Дув. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханать, вăйçи маттур каласан, тавтăш чипер хумханать. Альш. Мĕшĕн савăнас мар, юрлас мар? Тăванăмсем тăраççĕ хумханса. Ib. Эп юрламасан, кам юрламалла: тавансем тăраççĕ умра хумханса. Н. Лебеж. † Выльăр-кулăр, терĕ вăл; вылянатпăр тьыха пек, хумханатпăр хăмăш пек. Бюрг. † Тăванлă çынсем хумханĕç, пирĕн пек тăлăх туратсем хурланĕç. Тайба-Т. Тăвансем пурри хумханать, тăван çукки хурланат. Юрк. Хурăнташлă çын хумханать, хурăнташ çукки хурланать. Пазух. † Туй варринчи туй ачи уçă сассипе ян ярать, ют çыншăн мар хумханать, хăйĕн варлă хĕрĕшĕн. Юрк. Сатра шăпчăк ян ярат. Вăл сирĕн пек юрламас, тепĕр шăпчăка чĕнмелле те, хытăран хытă юрлат вăл; туй варринчи туй ачи уçă сасси ян ярат, ют çыншăн мар хумханат, хăйĕн варлă арăмĕшĕн. Сред. Юм. Посра тырпôл полсассăн, ялти халăх хôмханать (веселится, движется). Альш. Хурăнташлă çынсем хумханмĕç, хурăнташсăр çынсем хурланмĕç. || Слегка горевать, беспокоиться, волноваться. Синерь. † Çакă çынăн хăнисем киле каясшăн хумханаç. N. Хăмла çырли хумханать, пирĕн хумханасси пĕтес çук. Ск. и пред. чув. 26. Юлан утпа хĕр каять, йĕрсе юрлать хумханса. N. † Амăшĕнчен хĕрне уйăрсассăн, ашшĕ-амăшĕ юлчĕ хурланса, ăратни-ăрăвĕ юлчĕ хумханса.
хун
хон, хан. Рак. Хун хĕрĕ хура кĕççе çинче ларать. (Йĕтем юпи). Микушк. Хун хĕрĕ çăри çити çитмест. (Алри сулă). См. кĕлĕ. N. Тотар хон, татарский хан.
хуна
размножаться, плодиться. Аттик. Пирĕн выльăх-чĕрлĕхе çăмарта пек тутăлăх пар, пăтă çинчи кĕрпе пек сарăлма пар, хунав пек хунама пар. (Хĕр сури). СЧУШ. Вăрманти сăпса йăвине сăпса мĕнĕпех сурăх картине шурă тутăрпа исе пырса хурсан, сурăх хунать. N. Халăх хунасах тăрать. || Усиленно расти, куститься, пускать ростки. Имен. Эй, хунаса пулчĕ-ĕçке кăçал сĕлĕ! (вăйлă, çăра пулчĕ). Ib. Кантăр хунаса кайнă! N. Курăксем те кайрĕç пит хунаса. СТИК. Сайра акнă сĕлĕ луччĕ вăл кайран хунаса каять те (усиленно растет в ширину и в вышину), хăмăш пек пулать. Тюрл. Хĕвелçарнăш аври хунаса каять (проростает). N. Улма кутне купаласассăн хунать (кустится). Изамб. Т. Çуртри хунаса кайнă (хорошо растет). Батыр. Çӳçе тĕпĕнчен хунаса тухсан, хуратул пулать, теççĕ. N. Унтан (йывăçран) хунавсем хунаса каяççĕ. || Распространяться. N. Ун чухне монастырсем нумай хуна пуçланă.
хунав
росток, отросток. Абыз. ЧС. Пилеш хунавĕ. М. Сунч. Çăмăр хыçĕнчен хунав карĕ, тет (взошли запоздавшие всходы). Дик. леб 52. Елисана çунтарма чĕртнĕ вутăсем пурте тымар ярса, çамрăк хунав кăларнă. Кан. Çулла кашни кун унтан та, кунтан та лавĕ-лавĕпех çамрăк хунава касса турттарчĕç. N. Лашасене хунавра çӳреттерет. N. Пĕр хура вăкăра пĕр маях хунавра çӳретет. ТХКА 54. Сирĕн выльăхсем вăрманти хунава ватса пĕтереççĕ. || Молодой, мелкий (о деревьях). ЙФН. † Эпĕр каялла киличчен хунав йăвăç йăвăç пулĕ. (Солд. п.). Кан. Вăрманĕнче шултра йăвăç çук, хунавтарах йăвăçсем анчах. Ib. Çамрăк хунав юманлăха веç-веç пĕтерчĕç. Ачач 15. Хунав çăкапа курăк кĕпçисенчен тунă шăхличăсемпе ташă-юрă кĕввисем каланисем,— пурте, пурте аса килеççĕ çав. Орау. Хуçăлса ӳксе шыва путнă хунав йăмра турачĕсем. Ск. и пред. чув. 39. Миçен ял ĕçне тăватчĕç ĕлĕк, эсĕ хунав юман пулнă вăхăтра? || Молодые побеги (дуба).
хунĕ
тесть. Собр. Хунĕ хĕрĕ хура кĕççе çинче ларат. (Йĕтем юпи). ГТТ. Пĕр пуçĕнче хунĕ, тепĕр пуçĕнче кĕрӳ. Хунĕ тĕпелте калать, кĕру алăк патĕнче сыхлать. А.-п. й. 77. Хунĕ Ваçлейрен тĕлĕнет. Тесть удивляется. Ib. 77. Хунĕ ыйтать. Тесть спрашивает. Ib. 77. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 77. Каласанах, хунĕсем киле кайрĕç. Он рассказал, и тесть с тещей уехали домой. || Сват. А.-п. й. 77. Çимĕкре Ваçлей хăна пуçтарчĕ. Хунĕсене те чĕнчĕ. В семик Василий позвал в гости сватьев.
хунĕм
тесть. См. хуньăм. Н. Карм. Хунĕм = арăмăн ашшĕ. N. † Хунĕм хĕрĕ, хура София, уç алăкна. N. Эсĕ ĕлĕкех пĕрре çапла çырнăччĕ: Рамана хунĕмсем тарçа тытнă, тесе.
хунйăм
тесть. Н. Шинкусы. Хунйăм хĕрĕ хура кĕççе çинче ларат. (Итем юпи).
лаптак хунчав
назв. растения. Кайсар. Лаптак хувчав шурă тăрăллă пулать. Ăна вĕретсе ачасене шатраран шыва кӳртеççĕ.
хунь хуняма
хонь хоняма, теща. Пшкрт. Хонь хонями. Актай. Хунь хуняма хура хĕр хура кĕçе çинче хӳхлесе ларĕ. (Йĕтем юпи).
хунякам
хонякам, своячиница. Вомбу-к. Хунякам, арăмăн инкĕшĕ. Сред. Юм. Хунякам: 1) старшая сестра жены, 2) сестры тещи. Тюрл. Хонякам, жена старшего свояка. Карсун. Хунякам, арăмăн аппăшĕ. Изамб. Т. Хунякам, только старшая сестра жены. Юрк. Хунякам хĕрĕ-хура хĕр... Изамб. Т. Хунямам, хуняку, хунякăш.
хуп
хоп, частица, образ. форму превосходной степени от прилаг. хура. N. Хуп-хура, очень черный, пречерный, совершенно черный. Якейк. Хоп-хора лаша. Лошадь вороной масти. Ib. Вăрманта паян темле хоп-хора çырла топрăм, çималли мар поль тесе татмарăм. Бгтр. Хăйĕн тоти хоп-хора çонса кайнă, тет. Яргуньк. Карчăк киле çитсен йĕвенне силер, тет те, хайхи ача (жеребчик) чупса пычĕ, тет те, выртса йăванса хуп-хура ача пулчĕ, тет. Капк. Арçури сăнĕ хуп-хура. || Тьма тьмущая. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Очень много. Хурлăхан хуп-хура ларать.
хуп кĕпер
хоп к., лубяной мост, т. е. мост, устроенный примитивно для проезда через топще место посредством завала коры, остающейся после снятия мочала с лубка. N. Хуп кĕпер Торхан патĕнчи (Çĕмĕрле р.) улăхра пурччĕ. N. Муçырма ялĕнчен тухсан З çухрăм иртсен, çул улăхпа выртать. Кунта вара пĕр ана тăршшĕ пулĕ хуп кĕпер каять, путса ларасран хăрушă. N. 60 çухрăм сĕм вăрман урлă каçнă чух тĕл пултăмăр пĕр хуп кĕпер. (Мăн кĕрӳ такмакĕ). Переезжая через лес дремучий в 60 верст, повстречали один лубяной мост. N. Хуп кĕпер çинче пĕр чашкăрса выртакан хура çĕлен куртăмăр. (Мăн кĕрӳ такмакĕ). Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. || Назв. селения Большое Бисярино (в б. Тетюшск. у.). N. Хоп Кĕпер, назв. селения в б. Козмодемьянск. у.
хупăрлан
покрыться, закрыться. Хăр. Поль. 32. Урисем йĕпе тăмпа хупăрланнă. Çутт. 81. Паян тĕнче урăхланнă, шурă тумтир тумланнă симĕс калча хупăрланнă. Сред. Юм. Çанталăк хупăрланса çитрĕ тесе хĕвел курăнми пулсан, çăмăр пĕлĕчĕ пур енчен те хупăрласа илсен калаççĕ. Кан. Хура пĕлĕтсем тискерĕн хупăрланса килсе пĕтĕм çанталăка хупăрласа илеççĕ. || Спрятаться. Т. II. Загадки. Пĕр сăпка айĕнче тăваттăн пĕр тăван çăмăртан хупăрланса лараççĕ. (Ĕне чĕччисем). || Прижаться. N. Пĕр кĕтесре хĕсĕнсе хупăрланса тăратпăр. || Орау. Мĕн кунĕпе пуртре хупăрланса ларатăр. || Собраться. Хорачка. Выльăхсем лăка хопăрланса тăраччă (поçтарăнса).
хупла
хопла, покрывать, N. Хупла, покрыть (çуртана савăтпа). N. Сараппанпе хупласа, покрыв сарафаном. N. Марук аслă ывăлĕпе упăшкине çурнă пĕренесемпе хупласа тунă тĕттĕм сарайне хăварчĕ. N. Тата ан хупла, асту. Альш. Тӳшек ăшне хупласа хучĕç (икерчисене). ЧС. Пит вĕрирен пичĕсене çĕтĕксемпе хупласа тăраççĕ. Якейк. Çаксене порне те хорана ярса вĕретеççĕ те, çĕпрепе четвĕрт кĕленчишне ( = кĕленчи ăшне) ярса хопласа лартаççĕ. || Закрывать. N. Унтан вара пĕтĕм хĕвеле хупларĕ, çирĕм хăлаçран çын курăнмасть. Сред. Юм. Кăмака çăварĕнчен ăшă трук ан тохса кайтăр тесе кăмака çăварне хоплакан листока питлĕх теççĕ. N. Шăтăк çăварне хупланă чул. N. Кăмака çăварне питлĕх хуплани. N. Хĕвел каланă: „Çук, эпĕ вăйлă мар, мана çумăр пĕлĕчĕсем хуплаççĕ“, тенĕ. Якейк. Çил-тăвăл чох хăйăр вĕçсе пĕтĕм пĕлĕтпе хĕвеле хопласа лартать (илет). Шор-к. Чĕпписене хĕрхенсе çунат айне хопласа ларĕ. Кан. Апат-çимĕçе ялан хупласа хурас пулать. N. Кимми ӳпĕнсе хăйне хупласа хунă. Баран. 89. Кӳме умне карнине антарса хупласа хутăм. Книга для чт. 158. Хура тĕкĕсенчен пирĕн кунта нимĕн те тумаççĕ, анчах Африкă çĕрĕнче хĕвел пит пĕçересрен хупламалли сулхăн тăваççĕ. N. Çуни хамăра хупласа хучĕ. || N. Çырмана пĕтĕмпе хăва хупласа илнĕ. КС. Кӳлле мăк хупласа илнĕ. (Илчĕ — если сами наблюдали процесс). N. Ăна кавăн хупласа хĕвел тивертмен вара. || Затемнять. Цив. Çыннăнне ан ăмсан тени ĕлĕкхи вăхăтра халăх куçне хуплама çеç кирлĕ пулнă. || Замести. Баран. 96. Аяккинчи çула юр хупласа кайсан, çав çулпа иртсе çӳреççĕ иккен. || Залить. Орау. Шыв сасартăк (трук) юхса килсе хупласа илчĕ те, çыннисем япалисене те кăларимарĕç. Вследствие быстро нахлынувщей воды люди не успели вынести вещей. || Складывать. Собр. Пĕр хур çунатне хупларĕ те, пĕтĕм тĕнче хупланчĕ. (Каç пулни). || Зажимать. N. Çăварна аллупа хупла (зажми). Капк. Хĕнекенсенчен пĕри ăна çăварĕнчен хупласа çапла каланă (Париж урамĕнче). Кан. Тутине хупласа лартать. Зажимает ей рот. || Заглушить. Кан. Пурте пĕрле хутшăнса хăлхана хупласа лартаççĕ. || Мешать, надоедать. Сĕт-к. Пирн лакăм час шăршăнмасăр хоплать. N. Ĕçĕ нуммайи темех марччĕ вăл,— урăх ĕçе чарни хупласа тăрать. Якейк. Сирн ялсам тырăшăн килсе хопларĕç (аптратрĕç) мана (просили взаем). N. Куç курманни мар-ха унта, пĕлменни хуплать. Курм. † Ай пичи Ярмола, ай инке Варвари, суя пичи Михал пор; нимĕн суя полас çокчĕ, арлаççине кайни хопларĕ. ЧП. Пултран кĕпçи тĕл пултăм, татам çием тенĕ чухне çава касрĕ хупларĕ. || Погубнть. Хурамал. Кирлĕ япала çухалсан çухатакана калаççĕ: хупларăн ĕнтĕ, çтан тупас ĕнтĕ ăна, теççĕ. Г. VII. Хупларăн, анне, мана, хупларăн, çук çĕре (в бедное место) кайнă пулсан (замуж), ырă курнă пулăттăм (мне лучше было бы). Книга для чт. 52. Хуçа тĕлĕк курать: ун çине вĕтĕ чулсем тăкăннă пек туйăнать, чулĕсем: хупласа хуратпăр, хупласа хуратпăр, чĕрĕллех хупласа хуратпăр, теççĕ пек. Баран. 92. Вăл (лавина) пĕтĕм ялне çынни-мĕнĕпе хупласа хурать. Ст. Чек. Хупла çав çурта, хупла, пĕтер, ырă кун ан курайтăр. ЧП. Курайман тăшмансем хупларĕç.
хур
хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.
хурăн
класться; быть положенным, быть заложенным. Сала 190. † Тилхеписем пурçăн пулинччĕ, хумасăр хурăнса тăринччĕ. Тимĕрçен. † Тимĕр-кăвак лаша, шурă пĕкĕ кӳлмесĕр кӳлĕнсе тăринччĕ! Шурă пурçăнпа явнă шурă тилкепе хумасăр хурăнса тăринччĕ!
хуртар
(хурдар), понуд. ф. от гл. хур. Собр. † Пурçăн та чĕрçитти тĕрттертĕм, кантрĕне лентерен хуртартăм. Ст. Шаймурз. Йĕпкĕн хура сăхман çĕлетрĕм, икĕ енне икĕ кĕсе хуртартăм, пĕр енне пĕрлĕхен яртартăм, пĕр енне хурлăхан яртартăм. Никит. Çав çынсене çаран мĕн чухлĕ ваттарнине хак кайса хуртарас пуль тесе пӳрте кĕчĕ. Чăв. й. пур. 7. Çыру пĕлекен çынсене алă хуртарнă (приложить руку). N. Сĕтрен кĕсел хуртартăм. N. Мана хĕрхенекенсем вара теçетнике хуртармарĕçĕ (не позволили назначить меня десятником).
хура юл
подвергаться несчастью. N. Хура юлнă çынна тилмĕрнĕ çĕртен кăмăлне ан тат. || Быть опозоренным. Собр. Çынна хур тăвакан хăй хура юлнă теççĕ. (Послов).
хура хăвар
позорить. N. Аçăна хура хăварса ырă ята ан хапсăн, аçу намăсĕ сана ырă ят мар.
хурлă
печальный. Полтава. Хурлă чуна пусарса. Чăв.-к Хура вăрман хухине хурлă татат пĕр ача.
хурлăх
хорлăх, горе, печаль. ГФФ. † Саркаланма сар кĕрĕк, поçтарса çыхма симĕс пиççи; ят çĕклеме яштак пӳ, хорлăх корма çамрăк поç. (Авалхи юрă). Шуба желтой дубки на то, чтобы разгуливать вольготно, зеленый кушак на то, чтобы опрятно им подпоясаться. Моему стройному стану достались людские покоры, моей молодой голове — печаль и горе. (Из старой песни). Сам. 18. Ак халь урăх: иртрĕ хурлăх. ЧП. Ан хур, тăванçăм, пуçна хурлăха. || Обида, поношение, хула. N. Çын мăшкăлĕ, халăх хурлăхĕ пултăм. || Беда, несчастье, бедствие. N. Сунар. Ак тамаша, эпĕ сана çав тĕрлĕ пысăк хурлăхран (от беды) хăтартăм та, эсĕ мана çиесшĕн тата, тенĕ. Ib. Вăл ача пит ăслă пулнă, пĕчĕклех хурлăхне пĕтерме шухăшланă. Тяптяево. Курпун (конек - горбунок) каланă, тет: „Ан ил ăна (его, т. е. перо), илсен уншăн пит нумай хурлăх курăн“, тенĕ, тет. Баран. 15. Хурлăх кунсем килсе çитсен кама ӳксе пуççапрăн? Вир-ял. Ай аттеçĕм-аннеçĕм, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. Никит. † Алкум вĕçĕнче сăрлă юпа, мĕн хурлăхшĕн сăрланнă-ши. Ай аттесем-аннесем, мĕн хурлăхшĕн çуратнă-ши. (Солд. п.). Кан. Ачам-пăчамсемпе хурлăха ан хăвар. N. Хурлăх ятне çуралнă ывăлăр. Юрк. Çын хурлăхне тух (попасть в чужое бедственное положение. КС.). N. Тепĕр çул вăрçсан, питĕ хурлăх пулатĕ. || Гнет, страдание. ÇМ. Çут тĕнчере йăвăр хурлăх кам ытларах тӳснĕ? Ib. Ачаранпах хурлăх чулĕ мăйĕ çине çакнă. N. Кив мăшкăлран, хурлăхран ирĕклĕхе тухрăмăр. Я. У. Вăл çамрăк ĕмĕр пачĕ мана та халăха, çĕре çапçа антарчĕ, пытарчĕ хурлăха. || Мученье. Панклеи. Ĕлĕкреннех есрелĕ килменнипе хорлăх корса порнатпăр эпĕр, теççĕ. || Болезнь. Панклеи. Патша хĕр çичĕ çол хорлăх корса порнать, тем чол ăста чĕртме хăтланса, тем чол амал пĕтереççĕ те, çавах ним осă та полимасть. || Несчастный. С. Дув. † Хурлăханран хура çырла çок, пирĕн пек хурлăхлă çын та çук. || Трудно. КС. Вăл пӳлĕмре пит çырма хурлăх. Ib. Ĕçлеме хурлăх пулнă. N. Кунтан ĕçĕрнесси питĕ хурлăх. Хир-б. Çамрăкла тăна кĕмесен, ватăлçан тăна кĕме питĕ хурлăх. || Тяжело. Бес. чув. Ăна ку япала ытла йывăр пулнă. Ытла шел! Ытла та хурлăх, тенĕ Микулай хăй ăшĕнче.
хурлăхлă
хорлăхлă, печальный, горестный, горемычный, грустный, унылый, неудовлетворенный. N. Ун юррисем пит хурлăхлă (или же: хурланмалла, или же: хуйăхлă). Его песни печальны. Ал. цв. 8—9. Хуçана пĕр савăнăçлă пек, пĕр хурлăхлă пек туйăннă. ÇМ. Сан çинче вара хурлăхла çил анчах вĕретчĕ. Ib. Камăн вăл? Кунçулĕ йăвăр, хурлăхлă кунçулĕ?... Хăр. Паль. 15. Вара хурлăхлă пек туйăнсан йĕрес килсе кайрĕ кун. НР. † Пахчи, пахчн, хурлăхан пахчи, хурлăхан çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр, çампа хурлăхлă пултăмăр. Сады, сады, смородиновые сады! Питаясь смородиной, выросли мы, потому, видно, горемычные стали. СЧЧ. Кăсем вуланă вăхăтра лешсем вуланине итлесе тăраççĕ-тăраççĕ. тет те, пĕр-пĕр хурлăхлă тĕле çитсен: çук, капла пурăнса пулмасть, чӳк тума пăрахас кирлĕ, тетчĕçĕ (родители при чтении детей). || Несчастный. ГФФ. † Çампа хорлăхлă полнă эпир. Потому, видно, я уродился (таким) несчастным. Янтик. Хура вăрман хушшинче хурлăхан аври хурлăхлă, мĕн пур тантăш хушшинче ман çамрăк пуç хурлăхлă. N. Ӳсрĕмĕр ӳснĕ чух пĕр йăвари кайăк пек, салантăмăр хурлăхлă куян чĕпписем пек. || Страдающий. || Угнетенный. И. С. Степ. Хурлăхлă = хурлăх куракан. || Печально. горестно, грустно, уныло, траурно. N. Вăл унтан (у нее): „Мĕшĕн чансене хурлăхлă çапаççĕ“? — тесе ыйтрĕ, тет.
хур пул
осрамиться; оказаться несчастным, униженным судьбой. Бур. Хурăн ӳссе пысăк пулать, сарă ача ӳсе-ӳсе пысăк пулать, савнине илеймесĕр хур пулать. СЧУШ. † Хураях та лаша, хура пĕкĕ, хур пулмĕ-ши ямшăк аллинче. Рак. † Ĕнтĕ йăвăç ӳсе-ӳсе пысăк пулат, çулçине тăкаймаст — хур пулат. С. Дув. † Вăрман ӳсет, ӳсет, пысăк пулат, çулçине ярамасть — хур пулать. Сарă хĕр ӳсет, ӳсет, пысăк пулать, савнине каяймасть — хур пулать. Юрк. Çынна култарăн, темĕн курса тăрăн, хур пулăн, ан кĕреш! ЧП. Пире илен хур пулмĕ. ЧП. Ăрăскаллă пуçăм хур пулмĕ. || Подвергаться плачевной участи. ТХКА 113. Çак çăпата сапласах çак шыв хĕрринче хур пулас марччĕ пирĕн. Как бы нам не подвергнуться плачеввой участи, валандаясь на берегу с починкой лаптей. || Впасть в несчастье. Юрк. † Салтака кайрĕ, хур пулчĕ. Пазух. † Урам варри вар пулчĕ, пире саван хур пулчĕ. || Погибнуть. Ст. Чек.
хур
хор, гусь. N. Хура ăна астăву нумаях кирлĕ мар вăл хăех кӳлĕсенче, пĕвесенче ишсе çӳрет. Собр. Юрлăн чăххи те хурăн курăннă, теççĕ. (Послов.). Ст. Яха-к. Хуçи вара сĕрен халăхне пӳрт алăкне уçса калать: „Кӳртес пулсан йăла тăрăх хур пусать“, тет. Çапла калани хуллен пӳрте кĕмелли палла кăтартать. И. Тукт. † Хурăнварта хур пусрăм. СЧУШ. Хĕлле юрпа хур шыва кĕнĕ пек хăтлансан, çанталăк сивĕтет. N. Хорсам виç ама панă 17 чĕп анчах, ĕнмерĕç. Арзад 1908, 30. Хур усракан Левентей.
хур вăрри
хор вăрри растение. Рак., Кайсар. № 155. Хур вăрри пысăк вăрманта ӳсет; чир хыççăн вĕрĕлсен, вĕретсе ĕçсен, питĕ пулăшать, тет. Кайсар. Хур вăрри курăк çинче пысăк вăрманта ӳсет, вăрри çап çутă, кантăр вăрринчен вĕтĕ, ăна (вăррине) чир хыççăн вĕрĕлсен çинĕ. Илмен. Вĕрĕлсен хор вăрри вĕретсе ĕçтеретчĕç (трава какая-то). Нюш-к. Хур вăрри — çын чирлесе тӳрленсе, тепĕр хут вĕрĕлсен, ăша илекен курăк. Ăна темĕн чул шыраса та сайра тупаççĕ. Ураскассинчи Антун Семенч матки хур вăррине пахчине кăларса лартнă. Вăл кирлĕ пулсан укçалла татса парса ярать, тет. Ст. Чек. Хур вăрри (курăк). Чиртен чĕрĕле пуçласа ура çинче çӳренĕ чухне вĕрĕлсе тепĕр хут чирлесрен çиеççĕ. Пĕрре çиеççĕ, виççĕ, пиллĕк, е çиччĕ, çиччĕрен ытла çимеççĕ. Тĕрĕс çимеççĕ. „Тĕрĕс çисессĕн пурăнмасть, çиччĕрен ытла çисеесĕн чир вăрăма каять“, тетчĕç. Сред. Юм. Хур вăрри вăрманта калĕмпĕр çулçи пик пулакан çӳлĕçĕлĕ, шурă кантри пĕрчи пик пĕрчĕллĕ курăк. Ăна вĕрлсен услăхлă, тетчĕç. Ib. Хур вăрри вĕрлсен çисен осăллă кôрăк тетчĕç, ôн вăрри кантри пĕрчи пик, çулçи кишĕр çулçи пек. Б. Аккоз. Хур вăрри, назв. растения, которое в Сибири называют воробьиным семенем. Употребляется как лекарство.
хура
хора, черный. См. йĕпкĕн-хура, хуп. N. Мамăк тушек сарса, чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ хура куç. N. Хура куçлă хĕр, черноглазая девица. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе, хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. N. Хура çилхеллĕ лаша, черногривый конь. ГФФ. † Пирĕн поç çинче хора калпак. У нас на голове черная шапка. Якейк. † Пуçăм толли хора калпак, пуçа тăхăнса çӳремесĕр хора халăхран уйăрлтăм. ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман, Иван тĕлне çитсессĕн арки вăр-вăр туса пырать, Иван тохтăр, тет, корнать. Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома, начинают раздуваться, как бы говорят: выходи, Иван! ГФФ. † Хора тăлăппе мохтанать. Хвастается (своим) тулупом черной дубки. ГФФ. † Пирĕн алăра хора алстой ( = алсатуль). У нас на руках черные голицы. ГФФ. † Пирĕн орара хора кĕççат. У нас на ногах черные валенки. Сет-к. † Хора çăккăр çийиччен шор колачах çиер-хе. Шишкин. † Эсир ăма пит хора? — Хора çăкăр çинĕрен. Сĕт-к. † Авоç килет ман тантăш кăвак лашине выльятса, хора çонине янтратса. Т. Григорьева. Хура ĕне сĕчĕ тутла, теççĕ. А.-п. й. 70. Тухать, тет, пуян арамĕ хура ĕнине сумашкăн. N. Хура халăхпа, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе, ачи-пăчипе, çак хура вăкăрпа асăнатпăр, тав тăватпăр сана, учук турри. А.-п. й. 5. Ĕлĕк пĕр карчăкпа старикĕн пĕр пысăк хура кушак пулнă. Оп. ис. ч. II. † Хура сăсар йĕрне йĕрлес мар, атте-анне ятне ярас мар. Не надо (мне) искать по следу черную куницу, не надо (мне) позорить имени отца-матери ГФФ. † Хора йос çи тирĕнчен те ялккас калпак çĕлетрĕм. Из шкурки черного горностая сшила шапочку. N. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, тесе юрлатчĕç авал. Оп. ис. ч. II. † Хура чĕкеç ларнă çирĕк çине, ик çунатне янă ирĕке: юратнă тăванăм килнĕ чухне, ярам-и кăмăлăма ирĕке? Опустилася на ольху ласточка черненька, распустила свои оба крылышка вольненько; как приехал мой родимый, развернуться что ли? Дать свободу ретивому, дать сердечку воли? В. С. Разум. КЧП. † Хура-хура кушакăн çăнĕ ( = çăмĕ) йăл-йăл курнатĕ. Чаду-к. Çав вăхăтра Иван хура туя илнĕ те çĕлен патшине çапнă. Бигильд. † Хусан варринче хура юпа, мĕн ырлăхпе (для какой пользы) лартнă-ши? Бюрг. † Çамкасене çырнă хура çыру, сĕтпе çуса ярсах пулмасть-çке. Ск. и пред. чув. 73. Кĕтӳ хыççăн урампа хура тусан хăпарать. N. Мăн çол çинчи хора тосанне хора-тор лаши хоскатрĕ. Орау. Пĕтĕм яла хура пĕлĕт хупласа илчĕ. Ск. и пред. чув. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. НР. † Пахчи, пахчи, çĕмĕрт пахчи, çĕмĕрт çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр,— çампа хура пултăмăр. Сады, сады, черемуховые сады! Питаясь черемухой выросли мы, потому, видно, черными мы стали. Регули 716. Çав хорараххи çирĕпрех. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывне ĕçмерĕм.|| Темный. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кулли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро || Вороной. См. йĕпкĕн-хура, хуп. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша... Ивана вороная лошадь... НР. † Хура лаша çилхине йĕс турапа турарăм. Вороного коня гриву медным гребнем расчесала я. ГФФ. † Веçа килет пирĕн йысна хора лашине сиктерсе. Вот едет наш зятек. Его вороная лошадь весется вскачь. А.-п. й. 71. Кӳмине виç пар маттур хура ут кӳлнĕ, тет. Пазух. † Хура кăна лаша, катра çилке, килĕшет хура çул çийĕнче. Юрк. Хура лаша вăрлакан шĕшкĕ айĕнче тăракан, пуйăн хĕрне вăрлакан пĕр пус укçасăр хăтăлакан. Кума-к. Тухсассăн (вылезши оттуда), хура лаша çуни çине вотă нумай тиерĕм, тет || Нечто черное, чернота. Артюшк. Ача калат: ав лере пĕр хура курăнат (что-то черное виднеется). Собр. Ирхине тăтăм та тула тухрăм, тулта хура-хура курăнать, хура мар-çке, хуралтă. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 75. Вăхăт та ĕнтĕ хура кĕре сулăнчĕ. N. Пирĕн хура кĕртенех çимелли пулман, выçă тарăхнă. О сохр. здор. П. Эпир сивĕрен хăраса хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлаттарса яратпăр. || Виçĕ пус. 6. Пусса акмасăр хура хăварса кантараççĕ. С. И. Иванов. Хурана шуратса хăварсан, чипер шăтса тикĕсленме пар, тикĕсленсе çитсен шăркана чипер лайăх ларма пар. (Из моленья). N. Ман анасене хура вырттарса ан хăварăр. || Редко. Бес. о земл. Пĕр тĕлте йывă, тепĕр тĕлте хура (сайра) ан пултăрччĕ тесе чухлас пулать. || Черное место. Альш. Ниçта пĕр хура курăнмас. Нигде не видно черного места (где бы не выросла трава). Каша. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пыр. || Бесснежный (дорога). К.-Кушки. Хура çул, бесснежная дорога. N. Утсем ырхан пулчĕç, çулсем хура пулчĕç: çитеймерĕмĕр вăхăта. Чăв. й. пур. 10. Хура çĕрте унăн лаши туртайман (весною). Бес. чув. 1. Ялсенче тĕл-тĕл хура курăна пуçларĕ, кĕперсем, тусем ытларах та хуралса карĕç. || Поздний (об осени). СТИК. Хура кĕркунне, поздняя осень (октябрь и начало ноября). N. Хура кĕркуннеччен, до поздней осени. Хăр. Паль. З. Акă пирĕн Пальля мăнкунтан хура кĕркуннеччен чавса шыççипе тата çăпанпа асапланать. || Глухой (о ночи). Якейк. Сăпаççипă атия: хора çĕрле çӳреме хора лаша исе пач. Собр. Хусантан илтĕм хура лаша хура çĕрле çӳремешкĕн. Якейк. Пирĕн мочийăн хора лаши хора çĕрле (в глухую ночь) тăрсассăн йĕвенсĕрех тыттарать. N. Ялта та хура çĕрте сасă-чĕвĕ пулмĕччĕ. N. Пирĕн пиччен хура лаши хура çĕрлерен кĕçенет. Сред. Юм. Хôра çĕртенех (в конце или середине осени) пĕррĕ кайса корнăччĕ те, çавăнтанпа такки кайман-ха. || Черная кайма. Альш. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? || Чернила. ЧП. Хурапала çырнă хутсем çинче аттепе анне ячĕ пур. Ib. Тăвансем патне хурапала салам çырса яма юрарĕ. N. Хот çине хора пĕр кĕрсен каймасть. || Грязный. Ст. Чек. Хура арăм-çке ку, кĕпине те çума пĕлмес (грязная). N. Хора кĕпе, грязная рубаха. Цив. Пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. С. Тим. Хура ура сырмарăм (не обулась в грязные онучи), урам урлă каçмарăм (не перешла). Кама 59. Питна-куçна çу малтан, хăвăнтан хура тар юхать. Ачана варалан! Бес. чув. 5. Унта вăл малтан хурарах таварсем: кăраççын, тикĕт сутнă. Юрк. Алă-шăллине хурине патăн-çке, çук-и çавăнта тасараххи. || Грязь. Шурăм-п. Юрпа çăвăнсан çич çул кайман хура каять. Тогач. Пĕве çитрĕм, çира хура каймарĕ. (Кăмака çамки). Трхбл. Шурă кĕпе час хуралат, хĕрли çапах хурине çĕклет (т. е. не так скоро марается). || В переносном значении. КС. Ят пăсăлнă çыннăн халăх çинче хура витмест (не имеет влияния на народ). Ib. Унăн ашшĕ-амăш пуян та, хурине витерет, тетчĕç авал чух. Орау. Хура витмест. Его слова не имеют веса (при брани), так как он себя замазал чем-то дурным. М. Ăнтавăш. Унăн нимĕн хури те çук. Он — беззащитное, безответное существо. Собр. Хурапа шурра паллакан пулăр. Будете разбираться в вещах. || Черный = некрасивый. ГФФ. † Сăнăм хора, ăсăм кĕске... Сам я черный (некрасивый), ума немного... || Черномазый. ГФФ. † Çампа хора полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) черномазым. || Смуглый. Сред. Юм. Хôра хĕр = смуглолицая девица. Актай. † Ай ухман Степан, суйламасăр хĕр илчĕ, сарри-хури тиркемер. СПВВ. ПВ. Хурарах-су сăнлăскер. Юрк. Атте ывăлĕ сарă ывăл, ыталаса вĕл çывăрат. Анненĕн ывăлĕ хура ывăл, кунне виççĕ хĕнемесĕр кун каçмас. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕссĕм... салху мĕлкеçĕм. N. † Айта, тантăш, киле кас, сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. (Свад. п.). N. † Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çмарта пĕçерсе хонă поль. (Свад. п.). Н. Лебеж. Ялтан яла эпĕ çӳрерĕм хуньăм хура хĕрĕ ӳсиччен; тыт куркăна, хуньăм, лар вырăнна, тайлайса тăрăп умăнта. Собр. Хуннĕм пачĕ хура хĕрне хура çĕртен чупмашкăн. || Чужой, чужак. Кильд. Çичĕ ют хура чăвашсем атте килне пухăннă. Хура выражает чужое, не близкое тебе. N. Хура çын ĕçне пурне те пĕлсе çитерейместĕп. || Большой. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет, не уйти целой. Тайба-Т. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. || Много, Сред. Юм. Хôра вăрман пик нăмай (очень много). Турх. Эп çуралнă шывçĕрте хура-хура вăрман пур. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Резкий (о ветре). N. † Вăш-вăш вĕрет хура çил, мăкăнь çеçкине çавă тăкать. N. Вăш-вăш вĕрен хура çил, тăвăр ăрамсене типĕтет. || Горький (о слезах). Янш.-Норв. Пусмисем умăнче кĕтсе те килмесен, хура куççулĕсем тухнă пулĕ. Ала 99. Хура куçшульпе макăрать. Горько плачет. Якейк. † Ирех тăтăм ирĕксĕр, хура кушшульпе пит çурăм. (Солд. п.). || Мрачный (о думах). Полтава 40. Кетмăн хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || Сильный (о заморозках в мае). ЧП. Сатри улма чечекне хура тăм ӳксе пĕтерчĕ. || Г. А. Отрыв. † Эпĕ савнипе уйăрлнă кун пĕлĕтлĕ кун пулайрĕ, хура çăмăр çăвайрĕ. N. Хурăн тăрри хумханать, хура çăмăр кĕтет пуль. N. Сирĕн пӳрт çине тренче витнĕ, хура çумăр çуса хуратнă, çавăнпа тимĕрĕн курăнать вăл. Чăв.-к. Çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, хура çумăр килчĕ хуратрĕ, хура чусли тесе ыйтаççĕ. || Злой (враг). Юрк. Урама тухма халăм çук: курăна тăрат хура тăшман. У меня нет возможности выйти на улицу: (как не посмотришь, все) злой враг стоит перед моими глазами. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕех те çинçе пӳçĕм авкаланать хура çын аллинче. Янш.-Норв. † Хура çăварлă халăхсем, евчĕ килне кĕменни атте килне сырса илнĕ. (Хĕр йĕрри). Чăв.-к. Кив Улхаш чăваш — хура чăваш, мана илме килнĕ пулĕ. (Хĕр йĕрри). Бур. Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, хур пулминччĕ хура çын аллинче. || Горный берег (?). N. Эсир вутă йăлăмра туни, хурара туса-и? || Назв. болезни (о глазах). Кан. Хура карнă куç кастарнă хыççăн куракан пулнă. || Назв. растения. В. Олг. Хура, былинка, чернобыль (?). Шибач. Хура = сухая полынь. Бур. † Çил вĕрмесĕр хурасем хумхансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Альш. † Çил вĕрмесĕр хура (т. е. хытхура = хура эрĕм) тапрансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Тайба Т. † Çил вĕрмесĕр хура (мăян е эрĕм) ай тапранат, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. N. Хура = хăвра.
хура арăмути
назв. растения. Мыслец. Хурамал. Хура арăмути, чернобыльник. Вĕретсе ĕçеççĕ, чей пек. Д. С. Сер. № 31. Хура арăмути, Artemisia vulgaris.
хура арăм выти
назв. растения. Шибач. См. хура арăмути.
хура арăм мути
назв. растения. Н. Якушк. См. хура арăмути.
хура армути
назв. растения. N. Хура армути = эрĕм, чернобыльник. N. Хура армути пăрçа ани çинче пулать, вăрăм ӳсет вăл хытă туналлă, туни коричневый тĕслĕ. См. хура арăмути.
хура эрĕм
назв. растения (трава). Н. Седяк. Рак. Хура эрĕм, Artemisia vulgaris, полынь (нехворощь), чернобыльник. Хĕрарăмсене хăйсен вăхăтĕнче ăш ыратнăран аван; тата ӳслĕкрен вĕретсе ĕçеççĕ. См. хура арăмути.
хора ĕçлен
гадюка (змея). См. хура çĕлен. Якейк. Çырмари йохан шури котăн каякан хора ĕçлене хăçан хора халăх пăхса хора куç ӳкĕ, çан чох тин çак ачая хора халăх куç ӳктĕр. (Из заговора).
хура юн
черная кровь. || Злобный. Изамб. Т. || Злоба. Альш. Туй кунĕ хай усал хĕрсем те пыраççĕ. Вĕсем савăнан пек тăваççĕ, анчах ăшĕсенче хура юн. Турх. Кунĕ-çĕрĕ пире хĕсĕрлетчĕç, пирĕн ăша хура юн хыватчĕç. Сунчел. Пăхма хĕрсем хĕвел пек, ăшĕ-чикки хура юн. || Испорченный, зложелатель. || Брань. Якейк. И-и, хора йон! Бранное выражение, его употребляют женщины при руганье. N. Хора йон! Так обозвал его в детстве отец, когда узнал, что тот случайно зашел в одну часовню и тем самым наложил, по чувашским представлениям, на свою семью обязанность ежегодно приезжать и ставить в часовне свечи. Орау. Е-е, хура юн! шăмарса анчах çӳрет (злится). Çтан пырсан та кучĕпе анчах çаврăнса тăрать (о лошади, поворачивается задом и не дает поймать). Ф. Н. Накиф. Земский Есипов çинчен сут таврашĕсем темĕн хура юнĕ ыйтса тĕпчесе çӳреççĕ. К.-Кушки. Хура юнне ĕçлесе тăчĕ ĕнтĕ унта (чорт знает зачем), тахçанах кайрĕ.
хура-юнла
раздражать. N. Самообложени кулаксен ăшне пушшех хура-юнларĕ.
хура юнлă
с испорченной кровью. Скотолеч. 15. Сасартăк вилмесен тата хура юнлă варвитти пулать (у лошади). || Злобный, не забывающий зла. Изамб. Т. Хура юнлă çын.
хора вакша
черная белка. Тюрл. Хура вакша (çонатлă).
хура вăрăллă мăян
назв. растения. Рак., Кайсар. № ЗЗ. Хура вăрăллă мăян ана çинче ӳсет.
хура вăрман
хора вăрман, большой лес. Ст. Чек. † Хура вăрман витĕр тухнă чух урттăш йăвăç юлчĕ авăнса. Когда я проезжал по большому лесу, нагнулся можжевеловый куст. Емельк. Хура-хура хурлăхан хура вăрман витĕр курăнать. Лашм. † Хура вăрман хыçне эп хурт лартрăм, хура сăпса пурне те пĕлмерĕм; хура сăпса пурне те пĕлнĕ пулсан, лартаяс мĕн вăрманин варрине. Аслă шыв хĕрне тетел картăм, хура пулă пурне пĕлмерĕм; хура пулă пурне пĕлнĕ пулсан выртаяс мĕн çыранин хĕррĕнче. Тайба-Т. † Хура вăрман çумне юр çунă, хура сăсар тухса йĕр хывнă. || Темный лес. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кӳлли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро. || Крупный лес. Якейк. Хора вăрман, крупный лес. || Чернолесье. Пролей-Каша. Б. Олг. Хора вăрман, чернолесье.
хура кайăк
назв. птицы, черный дятел, дрозд. Мыслец., Чертаг. Хора кайăк, черный дятел. Начерт. 187. Хора кайăк, дрозд. N. Хура кайăк = пилеш кайăк, дрозд. Сала 251. Хура кайăк тăриччен хуранне çуса çакинччĕ. Шишкин. Шăпăлчи тытрăм кĕлеткепе хура кайăк тытасран. Орау. Хура кайăк: кăрк-кăрк! кăрк-кăрк! тит те, унтан: тĕн-нь-нь! тесе кăшкăрса ярат. Çапла яла килсе тĕнлетсен лайăх мар тиç. Юрк. Хуралтă çумĕнче хура кайăк, хула çавăрас сасси пур. Ib. Хура кайăк тухат, йĕр хыват, ирхи кунсем тĕтрелĕ пулсан.
хура кара
назв. болезни, ясная слепота, темная вода. Орау. Утар. Куçне хура кара илнĕ.
хура-кăвак
темно-синий. ЙФИ. Çынсань арăм пуласси (чужие невесты) хура-кăвак (грязный) шупăрпа, шурса кайнă (полинялый) пыççипа. Ачач 5. Кĕпи унăн — хĕрлĕпе хурарах кăвак çипрен килте тĕртсе тунăскер. О сохр. здор. Вăл вырăна хурарах кăвак шатрасем тухаççĕ.
хура кăмăллă
неприветливый. Изамб. Т. Хура кăмăллă е сивĕ кăмăллă çын (хăна пырсассăн унпалан калаçмас та).
хура кăмпа
назв. гриба, чернуха, Agaricus Necator. Мыслец. Ст. Чек. Хура кăмпа, чернуха. Бгтр. Хура кăмпа шыраса вăрман тавра çаврăнтăмăр.
хура кăмрăк
черный уголь. Орау. Пăхма тем чул лайăх çын, ăшĕ-чикки хура камрăк (черная душа).
хора кăшман
черная редька. Бугульм. † Тăшмансем хура кăшман пек, (пирĕн) тăвансем ăнса пулнă тулă пек.
хурал
чернеть, темнеть. N. Хĕвел анăç енчен хуралса тухма пуçлаççĕ. Ачач 13. Эх, çутă кунăм! Эсĕ те маншăн хуралтăн пулать. Нюш-к. Атăл çи хуралчĕ. Над Волгой тучи. Никит. Вара кайнă ачи чирлесессĕн çав укçа хуралса тăрать, чирлемесессĕн çуттипех выртать. Чăв. й. пур. 10. Çуркунне урам хушши хуралсан. СТИК. Куç хуралса карĕ (потемнело в глазах), пуç çаврăнса карĕ те, унтан вара ним те астумастăп. Орау. Куç хуралса килчĕ те, эпĕ вара çĕре ӳкрĕм. У меня потемнело в глазах, и я упал. Ib. Пуçран ăричаккипе çапрĕ те, пĕтĕмпе куçпуç хуралса килчĕ, пуç минкĕресе карĕ. Ib. Куçлăха тăхăнмасан темĕскерле куçа хăйăр сапнă пек пулса куç хуралса килет (неясно делается в глазах, как вроде решета крупного). Ёрдово. Çулсем хуралса юлаççĕ. || Грязниться. НР. † Апай исе пачĕ шурă туттăр, çыхсан кули хуралмасть. Мать купила мне белый платочек; если носить, как он не загрязнится. Кан. Алшăлисене те хуралса кайиччен çуса парать. || Омрачаться. N. Сирĕн çинчен аса илсен, куçăм-пуçăм хуралать, кунăн çутти çухалать.
хура-мара
грязное белье, в собират. смысле вообще все грязное. СПВВ. Сред. Юм. Хура-марана тасатас пôлать-ха (вымыть белье). || Всякие ветхие лоскутки, тряпки.
хура мерчен
черный бисер, черный коралл. См. мерчен. Цив. † Лашисе кӳлтĕм лайăххисе, тăватă ури саклисе, хуçисе тупрăм лайăххисе, хура мерчен куçлисе.
хура мырака
рожки (фрукты). Тюрл. Сĕренте кăсяран кăшт кăларса çиме е мăйăр, е пĕремĕк, е хура мырака илсе парăр, N. Хура мырака = хура мăйрака.
хура мăйрака
рожки (фрукты). П. Патт. З. Пĕр ывăç хура мăйрака пачĕ. N. Хура мăйрака = хура хутаç. См. хура мырака.
хура пулă
хора полă, назв. рыбы, линь. Мыслец., Антоновка, Стерл. Хура пулă, линь. Карамыш., Вомбу-к. Хора пола, линь. Кр. Чет. Хора полă, хопăсăр хорарах карас (тутлă). Нюш-к. Хура пулă (темнее копченой воблы, жирная, до двух фунтов). Еково. Хора полă, карп (?). Хорачка. Хора пола вăл вилмест, сутка иккĕ порнат шусăрак. N. Хура пулă = хура карас, линь (рыба).
хура пус
хура пусă, хора посу, паровое поле. ГФФ. † Хора посури кĕпçишĕн... Из-за дудки сьедобной травы, растущей в паровом поле...
хура пуç
хора пуç, назв. болотното растения, рогоз. Турhа. Нюш-к. Хура пуç, рогоз (камыш). N. Хура пуç — шишка рогоза; хура пуç çунатти — листья рогоза. Питуш. Хора поç, палочник (растение), хора поç çонатти — листья его. Якейк. Хора пуç, рогоз. Вăрман çĕрĕнчи çынсам хора пуçран тушексем, çытарсам тăваççĕ. Микушк. Тулли пулчĕ сарă хăмăш пек, пуçĕ пулчĕ хура пуç пек. (Хора пуç — черная головка на камышах). Чертаг. Чувашин, с которым я ходил по лесу, сказал о палочнике: ав хура пуç, кошак хӳри пек мăнттайскер ларать. || N. Хура пуç, съедобное растение с черненькой верхушкой. Нюш-к. Хура пуç, съедобное растение (кĕпçе). Н. Якушк. Ст. Чек. Хура пуç, растение, листья похожи на хухă, на вершине стебля черная шапочка, едят.
хура пӳрт
хора пӳрт, изба по-черному. В. Олг. Хора пӳрт, чуашла пӳрт. Мĕн пор тĕтĕмĕ шăпах пӳрте тохат кăмакаран, тĕтĕмĕ тохат алăкран. Кан. Хура пӳрт тесе кăмакине мăресĕр тунă пӳрте калаççĕ. тĕтĕм пурте тухса, хăрăмпа хап-хура пулать, çавăнпа хура пӳрт тенĕ пулас. КВИ. Хăйă çунать ташласа, хура пӳрте çутатса.
хура рак
черный рак. Т. VI. 16. Хура рака хăçан ӳкет тăм-хаяр, çавăн чухне тин уктĕр Çӳппия. (Из заговора).
хорарăм ути
полынь. Карсун. См. хура армути.
хура сар
назв. болезни. Орау. Хура сар ӳкни.
хура силхе
назв. птицы. Нюш-к. Хура силхе чавкаран пĕчикрех, шăнкăрчран чылай пысăк. Шăнкăрч тĕслĕ. У анчах шăнкăрч пек чăпар мар. Хура силхепе чĕкре силхе юрланине илтмен, теççĕ.
хора сакман
хура сакман, черный кафтан. Сред. Юм. Хора сăкман çирĕк хоппипе хоратса тунă сăкман. Чураль-к. Ăçта каян, хура сăкман? — Ан чĕн, мăн çăвар! (Тĕтĕм, çулăм).
хура сăпса
назв. насекомого. Бугульм. † Хура вăрман хыçне эп хурт лартрăм, хура сăпса пурне пĕлмерĕм.
хура çырла
назв. ягоды, черника. Орау, В. Олг. Ст. Чек. Хура çырла, Vaccinium myrtillus, кĕркунне анчах ĕлкĕрет. Белые цветы, черные ягоды, сладкий вкус. Едят. Шинар-б. Хĕрарăмсем вăрмана кайса хура çырласем татаççĕ. || Изамб. Т. , Сред. Юм., Мыслец, Н. Якушк., Ирч-к. Хура çырла, ежевика. Мижули. Ачасем хура çырла пуçтарма шыв хĕрне каяççĕ. Рак., Кайсар. № 84. Хура çырла хăвалăхра ӳсет. || Якейк. Хора çырла, черный паслеy; вăл ампар айккисенче, ампар вырăньсенче навослă çĕрте полать. Черный паслен растет около надворных построек или там, где раньше были надворные постройки, на навозной земле. Вомбу-к. Хура çырла тесе хаяр çырлине калаççĕ.
хура çырла аври
черника. Чертаг., Альш. Хура çырла аври (курăк).
хура çырла тымарĕ
назв. корней какого-то растения. Вомбу-к. Хура çырла тымарĕ çырмара, шу çурса кайнă çĕрте, ачасем çиеççĕ.
Хора Çырма
Хура Çырма, назв. селений. N. Хора Çырма, назв. селения в Вурнарск. р. N. Хура çырма, назв. дер. на притоке Пăтавăш (в б. Тойсинск. вол. Ядринск. у.). || Хора Çырма, назв. речки около дер. Кожак (в б. Чувашско-Сорминск. вол. Ядринск. у.).
хура çип ути
назв. растения (в роде прутьев). Мыслец. Начерт. 187. Хора çип ути, душица. Чертаг. Хура çип ути, душица. Д. С. Черг. № 22. Хура çип ути, Origanum vulgare. Чей вырăнне вĕретсе ĕçеççĕ.
хура-çӳрен
назв. масти лошади. Ст. Чек. Хура-çӳрен = кĕрен (бурый).
Хура Çăл
назв. урочища (в б. М.-Яушевск. вол., Ядринск. у. и в поле дер. Ново-Тойдеряково б. Тетюшск. у.). || Назв. долины около дер. Илебар Козловск. р. || Назв. товарищества. Кан. Кунтах „Хура çăл“ ятлă хăмла йулташлăхĕ пур.
хура çĕлен
хора çĕлен, гадюка (змея). См. хора ĕçлен. Ёрдово. Ăçта пăх, пур енелле те хура çĕлен пек хуралса юлнă çулсем явкаланса, тăсăлса выртаççĕ. КС. Хура çĕлен ашне пĕçерсе çисассăн çын сăмахĕ çитмест тетчĕç (не будет влиять злоречие людей). Начерт. 187. Хора çĕлен, змей.
хура çĕр
чернозем. Альш. Çĕр ку енче хура çĕр (е хура тăпра).
хурат
хорат, чернить, выкрасить в черный цвет. Якейк. † Çварни килет шор çолпа, çол хоратма тохрăмăр. || Грязнить, пачкать. Байгеева. Пуринчен ытла кĕпе час хуратан тесе ятлаçатчĕ. Ала 71°. † Аслă вăрман çырлишĕн шур хутаçма хуратрăм, çакă Ейпеç ачишĕн шурă пуçма хуратрăм. ГФФ. † Шур чăлхана хоратрăм. Я запачкал белые чулки. Кильд. Ăлăхаймăп çӳлĕ тăв çине, хуратаймăп шурă чăлхамсе. (Хуратаймăп не выражает, что он не может, а выражает, что говорящий человек не хочет этого делать). || Спахать. Микушк. Вуннкĕ ака кăлартăмăр, çеçен хире хуратрăмăр. Ала 58°. Вуннк ака кăларнăччĕ, çеçен хирне хуратнăччĕ. || Зачеркнуть. N. Шăпах хуратса тăкнă (зачеркнул). N. Хăй кăмăлне кайман япаласене пурне те хурата-хурата тăкать. N. Хăйĕн хĕрлĕ кăранташĕпе хуратса тăкать.
хура така
аппарат для самогона. Чув. Сорма. Хура така — сăмаконккă парачĕ (аппарат).
хура татăк
кусок черной матерни. Кан. Виçĕ меттăр хура татăк илтĕм.
хура тилĕ
черная лисипа. А. Турх. Хура тилĕ çĕрле вут пек курăнать; тирĕ хаклă; тыттармас. || Чернобурая лиса. А.-п. й. 48. Хура тилĕ кашкăртан виçе виçсе илнĕ. С волка чернобурая лиса мерку снимала.
хуратул
хура тулă, хора толă, гречиха. Янтик. Виç кĕтеслĕ пӳртĕм пур, тухса кĕме шăтăк çук. (Хуратул). Баннова. Эс хора толă пăтти çимен-ха. (Говорят неопытному).
хура туналлă
обувающиеся в черные онучи. Утар. Эсир çĕр ĕçлекен хура туналлă çынсене нимĕн те пĕлмеççĕ-ка, ăçта килчĕ унта чура пулса асапланса пурăнаççĕ-ха, тетĕр пуль.
хура-тур
хура-турă, хора-торă, масть лошади, темногнедая. N. Атьăр каяр Хусана хура-тур лаша илмешкĕн. Янтик. † Хура-турă утсене турта кӳлме юрĕ-ши? Сред. Юм. Хôра-тôрă, масть лошади (чернее гнедой).
хура тут
хора тот, веснушки. Ст. Чек., Тюрл., СПВВ. ФН. Хура тут çын пичĕ çинĕ тухат. Н. Карм. Хура тут пуснă (веснушки). Хура тут = чĕкеç шатри. || Чернота. КС. Изамб. Т. Сантăр ĕлĕк сарăччĕ. Халĕ хура тут пуснă. Шорк. Питне хора тот илнĕ. Лицо почернело. || Родинка. См. тут.
хура тутлă
хора тотлă, веснушчатый. Тюрл. Мартыново. Хора тотлă çын, веснушчатый (о всяких веснушках). Ст. Чек. Пит çăмарти çинче пăчă пăчă хура пулсан, вăл хура тутлă çын пулат. Айдар. Хура тутлă хĕр.
хора тăклан
свинец. Пшкрт. См. хура тăхлан.
хура тăпра
хора тăпра, чернозем. Юрк. Чертаг. Хôра тăпра, чернозем. Вилĕ йăли. Вилнĕ çынна хура тапра ăшне хуман. Хура тăпра ăшне пытарсан, ахăр саманара хура тăпрана çиекен килсен вилнĕ çын ӳтне те çисе ярат тетчĕç.
хора чир
назв. болезни, черная немочь, антонов огонь. Начерт. 187. Якейк. Хура чир илмен пуçна. Употребл. женщинами при руганье.
хура чирлĕ
прокаженный. Капк. Каккуй тăвар, тетĕп ашра. Уçмастăп. Темле хура чирлĕскерсем, кам пĕлет çĕр хута.
хура чĕкеç
ласточка. Ау 253°. Шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçнĕ чух унта хура чĕкеçĕн мĕн ĕç пур. Юрк. † Хура чĕкĕç йĕрет çумăршăн.
хура хурт
назв. червя. N. Вуникĕ пакус вĕçĕнче авкаланат выртат хура хурт. || Юрк. Хура ут çитерсе пулĕ-ши? Хура хуртсем хуса пулмĕ-ши? || Якейк. Хора хорт, пиявка. Ib. Хора хорт пĕвере, çырма шу шăнче (в ручье), лапра шăнче порăнать. Вăл шытпа шытланă пек отать, вăл вăта порня тăршĕ порă, анчах вăл вăрăмланма та кĕскелме те полтарать. Хырăм ай патнелле кĕт хĕрлĕрех, ытти çĕрти йăм-хора, вăл çын ӳтне кĕме полтарать, теççĕ. N. Чĕлхӳне хура хурт çиешшĕ.
хура хутаç
рожки (фрукты). Пшкрт. Якейк. Хора хотаç рожки. Яргуньк. Хура та вăрăм хĕрсене илесси çук, ма астарас, хура хутаç ма парас. П. Патт. З. Хăш çĕрте ăна (хура мăйракана) качака мăйраки теççĕ, тата хăш çĕрте хура хутаç теççĕ. N. Хура хутаç = хура мăйрака. || ТХКА 5. Алăк патĕнче тепĕр çын ларать. Хура хутаç çакнăскер.
хура-хăмăр
чернобурый. А.-п. й. 45. Тилли çав вăхăтра пылчăк ăшĕнче выртса йăваланнă та, хура-хăмăр тилĕ пулса хирĕç пырать. А тем временем лиса повалялась в грязи и встречает волка у опушки леса чернобурой лисой.
хура-хĕрлĕ
темно-красный. Мусирма. Хура-хĕрлĕ пултăм та, Вĕренер ялне юрарăм; сарă-хĕрлĕ пулнă пулсан хамăр ялах юраттăм. Баран. 65. Хуранăн-хĕрлĕн курăнакан тĕтĕм (дым) хула çинче сарăлса тăнă.
хура шапа
черная лягушка. Т. VI. 16. Хура шапана хăçан тăм хаяр ӳкет, çавăн чухне тин ӳктĕр Çӳппия. (Из заговора).
хура шыв
грязная вода. С. Дув. † Арман шывĕ хура шыв, хура явлăкна çуса юл. N. Çурхи хура шыв тем лек хытă явăнса юхнине кура-тăра çав шыв урлă каçма тытăнчĕ. Сала 327°. Хура шывсем юхат вирелле. Богдашк. Хура шыва пĕверĕм, хура явлăкна çуса юл. N. Чӳречĕрсем çинче, ай, хура шыв, эпир уçса хупнă чух хумханать. ЧП. Чӳрече çинче хура шыв уçса хупмассерен хумханать. Пис. Хура шыв тăрăх çӳрерĕм, ула та тьыха тĕл пултăм. || Пот. Чураль-к. Атте лаши хура лаши, хура шыва вăл ӳкрĕ, кăлар, йысни, четвĕртне. || Особо приготовленная вода для окраски в черный цвет домашнего сукна. || Водка. Тюрл. Хора шывпалан асăнатăп. (Из моленья, пичке пуçласассăн). || Назв. селения. Иревли. Хура Шывра чул пур. Ăна варринчен пуç кĕмелĕх шăтарнă, тăваткăл туса. Çырăвĕ çук. Унсăрăн пуçне çĕр айĕнче тепĕр чул пур имĕш. Вăл çыруллă, тет.
хура-шур
хора-шор. плохое, хорошее (буквально: черное-белое). Шумш. Хора-шор корнă çын. Якейк. Эс манпа ан калаç, ачам, эп хора-шор корса пиçнĕ çын (опытный). || Нужда, гнет, мученье, страданье. ÇМ. Хура-шур анчах курмашкăн кам çуралса ӳснĕ?
Хура шăрчăк уйĕ
назв. поля. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ.
хура
встречается в сочетаннн: хирĕç-хура, возражение. К.-Кушки. Анпана илме килеççĕ, хирĕç-хура пирĕн çук.
Хуравай
назв. речки (?), Собр. Хуравай шывĕ хура шыв, хур иленмест тиеççĕ.
хурама
вяз. Сред. Юм. Хорамапа йоман лартнă çын йывçисĕм хăй мăйĕ паркăш полсан вилет, тет. Нюш-к. Хурамана шуйттан шăлĕ кĕнĕ теççĕ, хурама пушăч çăпатипе кĕлле кайма юрамасть. Юрк. † Юнтан хĕрлĕ хурама хура вăрмантан илĕннĕ. Алших. Çичĕ тăрăлă хурама. Чердаг. † Пусма вĕçне хурама лартрăм, тухмассерен хурлантарч, куна пĕлнĕ пулсассăн, тавну касса прахмалач. Тораево. Хурама вари хăй енелех ӳкет. (Послов.). ЧП. Хурама патак. N. Хурама турта. N. † Хурама тăрри хурчăка, хурчăка йĕс хĕлĕхпе вылать-çке, вылать-çке. Зап. ВНО. Хурама пĕрни, кузов. Яргуньк. Авалхи çынсем хурама пĕрни ĕçленĕ те, йĕрĕх çав пĕрнере пурăнать тесе çав хурама пĕрнене кĕлетре пĕр кĕтессе çакса усранă. Яргейк. Хурама пĕрни хăй енелех пĕрĕнет. Арзад 1908, 42. Пĕр чалăш хурама вутти 2 тенкĕ тăрать. N. † Вăрман урлă хурт вĕçет, хурама вĕлле шыраса. Сред. Юм. Хурама хуппи хăй майăнах тĕрĕнет тесе хурăнташлă çынсем пĕрне пĕри пăрахмаççĕ, пĕр-пĕрне усă тăвасшăн тăрăшаççĕ тесе калассине калаççĕ. || Часть телеги. Юрк., Сред. Юм. Ôрапа хорами — ôрапа ӳречинчен çавăрса илекен малтине те, кайрине те ôрлă патаксĕне калаççĕ. || Вязки у саней. Абыз., Нюш-к. Хурама, часть у некоторых саней. Сред. Юм. Çуна хурами тесе çуна шăлĕсенчен витерсе илнĕ урлă патаксене калаççĕ. || Место моления. Ст. Чек.
хурамалă
имеюший вязы. ЧП. Хура вăрман хĕрри хурамалă.
хурамалăх
вязовый лес. N. Хура вăрман виттĕр эп тухнă чух, хурамалăх юлчĕ авкаланса. || Хорамалăх, назв. селения Вязовые. Панклеи. || Назв. селения Хорамалы (Советск. р.). || Назв. поля. ЧС. Пирĕн ялăн Хурамалăх ятлă хир пур.
хуран хăрăм
копоть на котле. Шел. 79. Касси-кассипе хура пĕлĕтсем хуран хăрăм пек курăнса килет. Шорк. Хоран хăрăмĕ пек хора.
Хураçка
яз имя мужч. Рекеев. || Ст. Чек. Хура хĕре мăшкăлласа Хураçка, теççĕ. || Кличка собаки. Оп. ис. ч. II. Пĕрре кушак çисе тăрать. Ун патне Хураçка пычĕ-тăчĕ. Как-то раз кошка ела. Вдруг к ней подошла Жучка. Ст. Чек. Хураçка, хура йăтă ячĕ. Хорн-Шиг. Хораçка (собака).
хураш
(хураш), буквально „в возмещение того, что...“ Орау. Кайнă хураш ахаль пулмасан юрĕччĕ. Ib. Укçа илнĕ, хураш (в оплату за...) пăртак ĕçлесе парасчĕ. См. хурушне.
хурăм
хорăм, форма. Собр. Пĕчик акен хурăмĕ çурăк. (Хуртпуççи). Якейк. Эпĕ паян пасарта хорăмлă çынна кортăм. Ib. Çак хорăмпа иртсе кайнă çын кам? Сред. Юм. Пиншакăн хôрăмĕ пит илемлĕ. || N. Хĕрĕсем те ачисем те пăсăлчĕç, йĕрĕх хорăмне прахрĕç, шохăлĕ хорăм кая пуçларĕç. || Сажа. Смоленск. Хурăм пек хулăм хура пĕлĕт тухсан çăмăр пулать.
хурăн
хорăн, береза (Веtula). Ст. Чек. Хурăн виçĕ тĕслĕ пулать: хура хурăн, хап-хура, кăчăкăсăрри — ама хурăн. А.-п. й. 62. И-и-и, лăс хурăн, лăс хурăн, хăвăн патна çуркуннеччен пурăнма яр-ха, тет. N. И лăс хурăн, лăс хурăн, лăсĕпеле илемлĕ. М. Сунчел. Картлă-кĕртлĕ пашалу, кукăр-макăр хурăн. Нюш-к. Пĕчик хурăна ватă çынсем лартаççĕ, çамрăк çынсен лартма юрамас тет, мĕншĕн тесен хурăнĕ лартакан мăйĕ пек ӳссе çитсен, лартаканни вилет тет. Чураль-к. Хурăн кассан — хĕрарăм вилет тет (во сне). Орау. Ватăсем хурăнран нихçан та туя тумаççĕ. Ib. Хурăн хуллипе выльăха çапмаççĕ. Ĕлĕкрех хурăн шăппăрипе выльăх çӳрекен вырăна та шăлман. Вите урайсене ватăсем хурăн шăппăрипе шăлтармаççĕ. Выльăхĕ хĕсĕр пулат, ĕрчемест, теççĕ. Собр. Кĕсреье хурăн хулипе çапсан тике тумас тет. Эльгер. Ăвăс, хурăн... кăштăртатрĕç,— чухенеççĕ ăш çилпе. Ир. сывл. 35. Хĕрсен кĕлетки-çурăмĕ шур хурăнăн туйăнать. Ib. Шап-шур хурăнсем хĕр-упраç пекех выллянтараççĕ пӳне, пит-куçне. Ст. Чек. Кĕçнаксăн (дер. Малая Акса) хурăн пур, вăл хурăна ялпа тухса чӳклемесен... Юрк. Кайăттăм, тăван, çулпалан, икĕ аяккинче хурăн шур. Выльăттăм, кулăттăм, тăван, çамрăк пуçра хуйхăм пур. Якейк. † Хорăн айăн çол турăм. Я проложил дорогу под березами. ГФФ. † Хорăн котĕнчи хорăн çырли, Земляника у корней березы. ГФФ. † Мăн çол орлай каçрăмăр хорăн çулчи солхĕнпе. Мы переехали через большую дорогу в тени листьев берез. А.-п. й. 62. Вăрман хĕрринче кĕмĕл хурăн ларать хумханса. Пазух. † Вăрман илемне мĕн кӳрет? Хурăн çулçи — çав кӳрет. Айб. Унтан вăл (лисица) хурăн хуппи сӳсе илчĕ тет те, хурăн хуппи çине пылчăкпа çыру çырам пекки турĕ, тет.
Хурăнвар
назв. села Хорновар-Шигали (в 8 км от села Трех-Изб-Шемурши). Ст. Шаймурз. Хурăнварта хура чĕкеçсем пур. || Назв. оврага. Макка, Б. Аксу, Альш. Хурăнвар — вăл пысăк çырма. И. Тукт. † Хурăнварта хур пусрăм. Н. Тайдеряк. Вăл çырмара ĕлĕк хурăнлăх пулнă, тата пу-лăх пулнă. || Назв. луга. Яльчики. Хурăнвар — улăх ячĕ.
хурăнсар
хорăнсар, березняк, березовый лес. Золотн. 259. Юрк. Хура куçлă кин илтĕм, хурăнсар кĕски тутартăм, хурăнсар çинче çунтартăм.
хурăн тăрри
крона, верхушка березы. Собр. Сала-кайăк салатат, хурăн тăрри пуçтарат. (Урай шăлмалли шăппăр). N. Хурăн тăрри хумханать, хура халăх пуçтарăнать. (Урай шăлни). ГФФ. † Алтать-и те алтмасть-и куккукĕ яш-так тай хорăн тай тăрринче? Кукует ли, аль не кукует кукушка на верхушке березы? Сĕт-к. Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши, тăрсамăр, хĕрсемсем, тăрнай хăта килет, тит, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. СТИК. Çавсем пирĕн хурăнташ-и? — Хурăнташ хурăн тăрринчен! (или очень дальний родственник, или же совсем не родственник).
хурăн хулли
березовые прутья. N. Хурăн хулли хумханать, хура халăх пуçтарăнать. (Хуранти салмасем).
хурлăхан
хорлăхан, смородина. Юрк. Хĕрлĕ хурлăхан пур, тата хура хурлăхан пур. Тюрл. Хура хурлăхан пур, хĕрлĕ хурлăхан пур, тата сарă хурлăхан пур. Пазух. † Пĕрлĕхенех питлĕ, хурлăхан куçлă, пирĕн тăванĕсем çавă-ши. Турх. Мĕшĕн эсĕ, хурлăхан, пит хурлăхлă ларатăн? НР † Пахчи, пахчи, хурлăхан пахчи, хурлăхан çисе ӳсрĕмĕр. Сады, сады, смородиновые сады! Питаясь смородиной, выросли мы.
хортлат
фыркать. Пшкрт, В. Олг. , Шорк., Сет-к. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Яргейк. Хура лаши хуртлатать.
хурт
хорт, насекомое вообще. N. Улт ураллă хурт. Букв. 1886 г. Вăрманта пин хурт пуртăр. || Червь, червяк. Орау. Калчасене хурт çия пуçланă. Ib. Хурт çияшшĕ чĕлхĕне-çăварна, çăварăнтан пĕр путлĕ сăмах тухмасть. Микушк. Ыраш хурчĕ нумай пусан, тепĕр çул ыраш лайăх пулать, теççĕ. ГТТ. Çулçă çине хурт ӳкнĕ, хурт пуснă. || Подобне червей, выдавливаемое из лица (кожное сало). Ирч-к. || Пчела. N. Хурт сăхрĕ. Пчела укусила. В. Тим. Çак хуçанăн ĕçки-çики пурте ватă хуртăн пылĕсем. Орау. Хурт çĕмĕрни нихçан та каçмасть (не прощается). Юрк. Хура çĕмĕрт лайăх çурăлсан хурт нумай уйăрат. N. Калах хуртсе кăлартăр пулĕ. Мĕнле, пурте чĕри? Вăй пур-и? Торх. Хуртсен вĕллере апат çук (меду нет), антарман. Ib. Хуртсем ĕçе кайма тапратрĕç (главный взяток). N. Хурт утарне хурчĕшĕн анчах илнĕ вăл (из-за пчел). Торх. Кăçал хуртсен апат пур (медосбор хорош). Ib. Хуртсем ӳкрĕç вĕрене çине (çăка çине, кăчкă çине). Так говорят о полете пчел. Ib. Хурт ĕнмест. Пчелы не ведутся. Ib. Хурт вылятать. Ib. Хурт уçăлчĕ. Пчелы облетелись. Ib. Хуртсене уçăлма кăларса лартрăм. Я выставил пчел для облетения. Ib. Хурт чĕкĕрет. У пчел понос. Ib. Хурт çăвăр ячĕ. Пчелы нароились. || Пчелиный рой. Орау. Хурт тупнă. Нашли рой. Торх. Хурт каялла тухрĕ (о слете посаженного роя). Ib. Таракан хурта лартма тимĕрпе янтратаççĕ. Ib. Хурт амăш çине ӳкрĕ. Отроившийся рой возвратился назад к матке, в свой улей. N. † Вăрман витĕр хурт каять çăка йывăç шыраса, эпĕр кунта килтĕмĕр юлташсене шыраса. ЧП. Хура вăрмана хурт ятăм, хура çĕлен пуррине пĕлмерĕм. Шарбаш. Ялтан яла хурт тусчĕ, хурт тус марччĕ, хĕр тусчĕ, тăрса юлчĕ мĕн тăвас. N. Пĕчик алăкри хорт ӳкрĕ. || Улей. Тюрл. Пĕр пуç хорт (улей).
хурткуççи
ужовки. Оп. ис. ч. II. † Тевет куççи, хурт-куççи, татса илмеллех килнĕ эпир, татса илмесĕр каймастпăр. Мы приехали с тем, чтобы непременно сорвать ужовки, которыми украшена „тевет“ (перевязь); мы не уедем, не сорвав их. СПВВ. ЕХ. Хурткуççи, хĕрсен шăрçаран тунă пысăк мăйçыххи хĕрне çакаççĕ, вăл пурне салми пекех, шап-шурă чултан тунă.
хуртпуççи
хортпоççи, ужовка. Зап. ВНО. Хуртпуççи, украшение женщин. Оно пришивается к шӳлкеме с краев. Ямбулат. Чипер акайĕн хырăм çорăк. (Хортпоççи). Орл. II. 215. Пĕчĕкçĕ акайăн хырăмĕ çурăк. (Хуртпуççи). СПВВ. Шур та шурă хуртпуççи, мăя çаксан килĕшет.
шура хурт
толстый червяк в навозе. ЙФН. Шурта шурă хурт йăви пур.
хурхуххи
осот, (Sonchus). Альш. Ст. Чек. Хурхуххи, трава если резать, то вытекает едкое молоко (не едят). Нюш-к. Хурхуххи, растенне из семейства молочайкых (Euphorbia). Рак., Кайсар. № 18. Ĕлĕк чăвашсем çипсене хăйсемех пĕвенĕ, çавăн чухне хут те епле тĕслĕ пĕвес пулсан та çипсене малтан хурхуххи хурса вĕретнĕ шыв çине чbкнĕ; унтан типĕтсен тин вара кирлĕ тĕслĕ кăраскă курăкĕ шывĕ çине чикнĕ. Кăраскă пур тĕрлине те хăйсемех тем тĕрлĕ курăкран тунă. Н. Карм. Хурхуххи = хор-хăлхи, растение. Кашк. Хурхуххи, назв. растения, чечекки сарă; татсан шурă шыв юхать; хур пит ăна çет ( = çиет). N. Хурхуххи тĕрлĕ çĕрте: вăрманта та, ана çинче те ӳсет. См. хурхух, хор-хăвăх, хур-хăлăх, хор-хăлхи, хур-пиçен, сĕтлĕ пиçен, сĕтлĕ курăк.
Хусан
Хосан, г. Казань. Орау. Хусанĕпех çӳренĕ иккен (по всей Казани). Н. Карм. Хусансенчен Мускав курăнат, теççĕ, тусем çине ăлăхса пăхсассăн. N. Çакă ĕç Йăван ĕмпӳ Хосан тортса илнĕ чох полнă. Рак. Ашшĕ ура сыриччен ывăлĕ Хусана çитет. (Тĕтĕм). Регули 1474. Вăл пырса Хосана, Шопашкара. Çĕрпӳве. Яргейк. Пĕр хĕлĕх туртăп, Хусан тапратăп. (Хутăр çăмхалани). Коракыш. Хусан хылчăкĕ кунта килсе ӳкĕ. (Йĕп). Собр. Хусан хули вылять ту çинче, мĕлки ӳкет Самар шыв çине. СТИК. Хусан çулĕ тап-такăр (т. е. дорога скатертью). Пĕр-пĕр çын наянланса, хăй кайса илме ӳркенсе, тепĕр çынтан япала ыйтсан, леш ăна çапла каласа хурат. Н. Седяк. Кунти чăвашсем Хусан купĕрнинчен килнĕ. Тояпа ялĕнчен, Хура Шыв ялĕнчен, Йĕлмелĕ. N. † Пуса сартăм пурана, çил вĕçтерчĕ Хусана. Орау. Хусанăн мĕнĕн (в Казани и прочее) сĕтĕрĕнсе çӳресе ӳснĕскер. N. Хусантан укас килмесĕр тимĕр пукан çутăлмас. (Çурăм килни). Рак. Хусантан укас килмесĕр хурт-кăпшанхă тапранмаст. (Пăр кайни). Ib. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хапха уçăлмасть. (Çутăлни). Микушк. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хăма çурăлмасть. (Çуркуннехи пăр çурăлни). Нюш-к. † Хусан çуни хуçмалла, хуçсассăн иккĕн лармалла, тăссассăн тăваттăн лармалла. Юрк. † Хусан çуни хуçăлмалла, хуçăлсассăн та иккĕн лармалла. ТХКА. Асаттепе иксĕмĕре Хусан кăтартса çӳрерĕ. Оп. ис. ч. II. Хусантан саккун килмесĕр хăма çурăлмасть. (Хĕвел тухни). Доска расколется не раньше, как придет указ из Казани. ГФФ. † Хосантан тохакан мăн çолĕ... Казанский тракт. || Назв. селений. ЙФН. Хусан, ял ячĕ.
хускат
хоскат, двинуть. N. Вăл тусене хускатса лартать. N. Çакскер пĕренене урипе кăшт хускатса ячĕ, тет. || Расшевелить. Орау. Хăмлана пăртак хускатасчĕ, ытла хĕрсе кайĕ. || Поднять. N. Мăн çол çинчи хура тусанне хора-тор лаши хоскатрĕ. || Начинать. N. Çапла вара туй хускатса пӳрте кĕреççĕ. N. Вара турккăсем крексемпе вăрçă хускатнă. || Тревожить. Баран. 103. Вак тымарĕсене хускатма юрамасть. Орау. Шыва ан хускат, пулăсем хăраççĕ. N. Çеçен хире тухрăм — ут кустартăм, кăлкан тĕпĕсене хускатса. Хурамал. † Укăлчаран тухрăм, ут кустартăм, кивĕ кăлкансен тĕпне хускатрăм. Никит. Пирн пек çамрăк ачасене Шупашкар улпуч хускатрĕ. (Солд. песня). || N. Эсир йĕрсе манăн чĕрене пит хускататăр (расстраиваете). Орау. Чĕрене ан хускат ăна каласа. Сĕт-к. Вăрман орлă çил вĕрет, йăвăç шулчине вăл тăкать, холаран холая хот çӳрет, пирн ăшчика вăл хоскатать. N. Эсĕ курма пырап, тесе, манăн чуна хускатрăн. Ты написала, что приедешь побывать, и тем лишила меня покоя (взбудоражила). || Растревожить. N. Шурă шупăр çĕлетес мар, яшсенĕн чунне хускатас мар (раздражать?) В. С. Разум. КЧП. Сарă хитре хĕрĕсем шур шупăрсем тăхăнса тăраççĕ пӳртсем умĕнче каччăсен чунне хускатса. || Раздражать. Н. Карм. Ура çине тăтăм таш ташлама, курайман тăшман чĕрине хускатса. || Пугать. Пазух. † Шулап çинчи шур кайăк, çын хускатман пулсассăн, вĕçес кайăк марччĕ вăл. || Наводить страх. Альш. Тĕк тăмалăхах çын чунне хускататăн эсĕ (понапрасну наводить страх).
хут
хот, бумага. N. Эпир пӳрт ăшчиккине хут çыпăçтартăмăр. ТХКА 4. Эпĕ профессăр мар, ăслăлăха нумай вĕренмен, пăртак шурă хут çине хуратса çыркалама, алă пусма çеç пĕлетĕп. Артюшк. Хăй хут пек, йĕп чиксе кĕмес, туп. (Вăл пулĕ келенче). Собр. Хусан çинче хут вылять, Хусан илемне çав кӳрет. N. Хăят чиркĕвĕ хут çинче. ГФФ. † Кĕтмел аври хот полчĕ те, манăн савни йот полчĕ. Брусничиая трава стала бумагой, моя милая стала чужой. || Письмо. N. Пичче вилнĕ хот килчĕ. N. Икĕ хот хяль ола-хыçлах кисе (пришли). N. Эсир хот ма питĕ сахал çыртăр? N. Тата нумай çырмалли, тулĕк хут çине кĕмест. N. Эпĕ сан хута пĕр маях алла илтĕм. N. Халĕ хăвăн хоту çинче те килчĕ атрĕсу. N. Ман упăшка хут яман-ши? N. Эпĕ пыракансенчен хотсам парса ярсаччĕ. N. Пирĕн пата хот ямасăр ан тăр. Якейк. Çак хота хирĕç эп хот ярас темесп. Я не хочу ответить на это письмо. Ib. Эп он хотне уçса воларăм та, кальлях çыпăçтарса лартрăм. Н. Сунар. Ун патне хут ӳкерсе яр. N. Çак хотран йолап сив чирпе. || Деловая бумага, документ. N. Пĕр-пĕр ĕç хучĕ çырнă чухне. Турх. Чавкасем саккун хучĕпе виçĕ çерçие чĕннĕ, тет. (Авалхи юмахран). Юрк. Пĕр ерне яхăн çапла ют хулара пĕр хутсăр-мĕнсĕр граф Игнатьев ячĕпе пурăнсан, хайхисем хăйсен хулине тавăрнаççĕ. Çĕнтерчĕ 46. Комсомол яччейккипе пионер отречĕн клупĕ тесе çырнă хут çапнă. || Грамота. N. Эпĕ сире çырăва (хута) вĕренесси çинчен каласа кăтартас тетĕп. ЧС. Эпĕ хут вĕрене пуçласан, кирĕметрен хăрави ахалех пулнине кăшт туя пуçларăм. Байг. Кушкăра хут вĕренсе килсен, эпĕ пĕрмай кĕнеке вулаттăм. N. Хута вĕрен. N. Хута вĕрент. Трень-к. Эпĕ ача чухне хĕлле хут вĕренме çӳреттĕм. ТХКА 14. Хут вĕреннĕ çын. Абыз. Çитĕнтернĕ, хут вĕрентнĕ. Курм. Авал чăвашсене хут вĕренме питĕ йăвăрччĕ. Сред. Юм. Хôт патне ятăмăр. Послали учиться. N. Ачасам хот патне карĕç-и? Б. Янгильд. Эпир хĕлле хут патне кайнă чух ялан мулкачă йĕрлеттĕмĕр. Сред. Юм. Эс хота пĕлет-не? Знаешь ли ты грамоту? Якейк. Тияк мари полччăр-и, хот воласа ларччăр-и, шор пĕремĕк çиччĕр-и. N. Хусан тиекĕ мĕн ĕçлет? Çыру çырать те хут çапать. || Бумажный. Чăв. й. п. ЗЗ. Вăл укçасем пурте хут пулнă иккен. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ.
хутран-ситрен
иногда, изредка, по временам; случайно. СПВВ. ПВ. Хутран-ситрен. время от времени. Сред. Юм. Хутран-ситрен пирн патра килсе çапăнкалать вара ô. Ск. и пред. чув. 46. Хутран-ситрен Петĕр кăна калать: Янтракран пуçне кам пытармалла. N. Хутран-ситрен тăхăнма. СПВВ. Х. Хура ачана тус турăм, хутран-ситрен выляма.
хутре-ситре
изредка, по временам. Ала 91. Унăн пичĕшĕ хутра-ситре, ашшĕ çук хушăра, выльăхсене апат пама та çӳрекелевĕ. Юрк. Асĕсене килнĕ хутра-ситре пĕрне-пĕри ытараймасăр хĕпĕртесе çӳре пуçлаççĕ. Сиктер. Хура ачана тус турăм, хутра-ситре выляма. Хĕн-хур. Куккăшĕ хутра-ситре çеç килте пурăнкаланă.
хут
топить (печку, баню). N. Кăмакана вут хутни. Орау. Паян кăмакана хутса çунтартăн-и эсĕ? (истопил ли?). N. Хветли кантăр типĕтме мунча хутнă. Ашшĕ вăл мунчине хытă хутасран хăранă. Хветли ашшĕне каланă: эпĕ мунчине чулĕ хĕрмеллех хутман, тенĕ. N. Эпир пӳрте улăм (улăмпа) хутатпăр. Ромс 29. Вутă хутса çунтар, истопить печь. Орау. Кăмака хутса ятăм эп, те çунать, кайса пăх-ха. N. Ку таранччен пĕчик пӳрте вота хутман-ха. N. Эсир вут хутрăр-а паян? N. Эсир пӳртĕре мĕн (мĕнпе) хутатăр. Сборн. по медиц. Хĕлле е кĕркунне йывăр сывлăша туртса тăтăр тесе кăмакана хутах тăрас пулать. Изамб. Т. Кăмака хутса яраççĕ. Затопляют печку. Абыз. Хутса лартас, затопить. || Мочить (мочало, лен, коноплю). Изамб. Т. Шурă тăвас тесен шыва хутаççĕ (лен). N. Ку çырмана кантăр хутаççĕ. Якейк. Çапса пĕтерсен кантăра е йĕтĕне хотаççĕ. Ib. Эп паян ик солă кантăр, пĕр солă йĕтĕн хотрăм. Ib. Эс кантăр хăçан хотас тен? — Эп сус хотса кăларни эрне ытла уш. Ib. Эп сӳс хотса кăларнăранпа теминче кон та ирттĕр поль. Кан. Йĕтĕнпе кантăра хутмалла. Ib. Вăрăм Ухваниç Лăриванĕ ял хушшинчи пĕвене курăс хутнă. Б. Олг. Каран вара хотаччĕ кантăрне те, посине те, шура выртат виç эрне. Баран. 153. Çăка хуппине вĕсем шыва хутаççĕ. N. Кантăр хутма кайнă. N. Мунчала хутма кайнă. Поса кантăрне хотса кăларчĕç. Сред. Юм. Кантăра çапсан пăртак çемçелме шыва кайса пăрахнине — кантăр хутас теççĕ. || Ставить спряденные ннтки в золе в печку (белить нитки). Б. Яныши. Хора кораксем килсен, чăваш хĕрарăмсем часăрах çипсем хотса (пĕçерсе) пир тĕртме тытăнаççĕ.
хуча
слово, не имеющее значения, употребляется в загадках. Кума-к. Хутлă-хутла хучаран та маларан, хура сăран атипа. (Купăста пуçĕ).
хуш
хош, велеть, повелевать, приказывать. А.-п. й. 89. Унтан хăйĕн тарçине çапла хушрĕ хăтăрса. Ib. 81. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хăвалама çав çынна. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашасене чарма хушать. Ib. 90. Тарçă тухать урама, кĕме хушать Сахара. Чăв. й. пур. 7°. Вăл хушмасăр çырман. Он писал не по личному усмотрению, а по приказанию. Юрк. Мана ĕнтĕ çын килсе хушас, вĕрентекен тетем çук. Ib. Мĕншĕн тухса каймастăн? Кай! Эпĕ сана киле кайма хушрăм, чармастăп, кай! — тет. Шорк. Эпĕ она вăрмана вотă патне кайма хошрăм. Я велел ему ехать в лес за дровами. N. Сирĕн унта ĕçе хушса тăраканни кам? (распорядитель). СЧЧ. Вăя (отец) вара çемьесене (нашей семье) пĕрне те чӳк тума хушми пулчĕ (стал не велеть). || Поручать, наказывать (что-нибудь сделать): Тораево. Пурне те ĕç хушса пĕтерчĕ тет (надавал поручений, работы). N. Çынна хушас ĕçе хам тăваттăм. Чубаево. Çавăнпа эпĕ аттепе анне мана ĕç тума хушмассерен, эпĕ çапла калаттăм: эсир мана хут вĕренме ярсан, эпĕ тума хушнă ĕçсене хавасланса тăвăттăм, теттĕм. N. Эпĕ сире йăвăр ĕç хушам. А.-п. й. 38. Сана йăвăр ĕçех хушмастăп. || Просить, приглашать, предлагать. N. Аннене яшка пĕçерме хушрăм. Альш. Пĕрре пупсем çӳреççĕ те, кусем патне кĕреççĕ, тет. Ку ача пупсене ларма хушат, тет. N. Тăвансене хушма та аптăранă ĕнтĕ (эпĕ). || Советовать. А.-п. й. 103. Чухăн сутьесем патне каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк отправился к судьям и сделал так, как советовала дочь. Ib. 104. Чухăн каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк пошел к судьям и поступил по совету дочери. N. Пирĕн Иван авланас тет. Эсĕ мĕн хушатăн? || Назначать. Орау. Ăна кĕçĕр хурала хушрĕç (в караул назначили). || Роить. Альш. Çӳлĕ тусем çинче çуртсем пур, вуникĕ те вĕлле хуртсем пур. Çуллен çур хушмантан ӳпкем пур. || Прибавлять. Собр. Тухсам, тухсам, Ухаххи, çур çула çитсессĕн çунат хушса вĕçтерес. Кан. Ĕне начар, ӳт хушмасть. N. Иккĕшĕ те чăрсăрланса вăй хушаççĕ пĕрмай. Микушк. Шав-шав вăрман, шав вăрман, мĕшĕн шавлать çав вăрман? Турат çумне турат хушасшĕн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕшĕн шавлать çав халăх? Чун çумне чун хушасшĕн (старается поддерживать свой род). Лашм. Кĕр каять те çур килет (хура чĕкеç), шур курница çумне çурт хушать; эпир кĕр каяс çук, çур килес çук, атте-анне çуртне хушас çук. Бес. чув. 23. Христоса ĕненекенсем ăна хăйсем шухăшласа кăларса Евангелиене хушса çырнă тенине те илтнĕ эпĕ. || Преувеличивать. Орау. Чăннине калаçать тесе ĕненмелли çук ăна, вăл пĕр сăмах çумне çĕр сăмах хушса калаçать. КС. Хошса кала, преувеличивать, прибавлять. || Приписывать. Янтик. Лаша вăррине, Иван, сана хушаççĕ. Кражу лошади, Иван, приписывают тебе. Сред. Юм. Мана вăрланă тесе хôшаççĕ, еп-ха патне те пыман. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса (приписывая неблагопристойное деяние какое-либо), е шуйттан тесе кӳрентермерĕн-и? N. Хăшĕ тата хăйсене пĕр-пĕр ушкăн çумне хушса, кама тĕл пулнă ăна ятласа çӳреççĕ. || Ревновать. N. Арăмне çын çомне хошать. N. Ехрем арăмне Ваçук çумне хушать. || Позволять. Юрк. Ачасене эрех ĕçме хушмаççĕ. Шел. II. 67. Хăй патĕнчех выртма хушрĕ. Пустил на ночлег к себе. || Произносить, сказать. С. Айб. Савнă тусăм пырать çулпала, çитсе сăмах хушса пулмарĕ. N. Сăмах хушайми пулнă. См. турткалаш. Сред. Юм. Эп онпа пĕр сăмах та хошман. Я с ним ни слова не говорвл. N. Патша мĕн ыйтсан та, вăл аран-аран, ирĕксĕр пĕрер сăмах хушса пынă (произносил, говорил). N. Куçма пуçне суллакаласа ăна тепĕр хут сăмах çумне сăмах хушса каласа парать. Юрк. Старикки çапла сăмах хушсан, ку часрах кушиле çине улăхса та ларат. НР. † Чун савнине курасчĕ, хушаясчĕ виç сăмах. Милого увидать бы, сказать бы ему три словечка. А.-п. й. 6З. Утах малалла. Эпĕ пули-пулми япала мар, сан пеккисемпе сăмах та хушмастăп,— тет йăмри мухтанса. || Примешивать. О сохр. зд. Çав çусене вара пăрçа, çăнăх, купăста пеккисем çине хушаççĕ. || Сложить (в арифметике). N. Кам виçĕ пус хошакан пор? N. Хушса, катса, хутласа, уйăрса (валеçсе), тата шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума вĕрентнĕ. || Заменить. N. Пӳрте пĕрене хуш. || Прививать. Чув. календ. 1910. Çĕр çул ĕлĕкрех Европара чечче хушма тытăннă та, çав чиртен çынсене хăтара пуçланă. || Дозволить. Альш. Вунă çула çитсессĕн, пире ĕçе хушнă-тăр, вуник çула çитсессĕн, вăйя-кулла хушнă-тăр. Трхбл. Вуник çула çитсессĕн пире вăйя хушнă-тăр. Хурамал. Кунтан малашне чӳк тума мана турă ан хуштăр.
хушă
промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.
хушак
хошăк, щель, промежуток, трещина. N. Хушăк = çурăк. А.-п. й. 41. Тилли карта хушăкĕ витĕр йăпшăнса пăхса выртать. Ib. 41. Карта хушăкĕнчен пăхса выртакан тилĕ варне тытнă та, йăвалана-йăвалана кулать. ЧП. Шурă хăваран пĕкĕ автарнă, çурхи çилпе хушăк тухминччĕ. С. Айб. Ăвăсран кӳме автартăм, хĕвелпе хушăк тухминчче. N. Хурама пĕкĕ, йĕс ункă, хĕсĕнминччĕ хĕвелпе хушăкĕ. Кан. Улмапа çтенасем хушшине хушăк (пуша вырăн) хăварас пулать. || Сред. Юм. Авăн çапнă чôхнехи ôлăма ôлăм ôри тунă чôхне хôшĕкĕ хôшĕкĕпе туса пыраççĕ. Ib. Если к куче соломы накладут рядом еще кучу, то новую кучу называют хôшăк. Изамб. Т. Малтанхи сарăм улăмĕ пулсан, хушăк тĕп тăваççĕ. Ib. Çав чикĕме наçилкке йывăççипе çĕклесе хушăк (омет) тавра лартаççĕ. Ib. Хушăк çӳлĕленсен тата тепĕри пусма çине тăрать. || Наставка, заделка. СПВВ. ЕХ. Çăпата тунă чухне, калăп кĕске пулсан, хыçне хушăк чиксе хураççĕ. Çавна тупăрчăк теççĕ.
хушка
белое пятно на лбу (у лошади, коров, овец). Изамб. Т. Хушка сурăх, с белым пятном на лбу (овца). Качал. Чĕппӳ çинче мĕнӳ пур? — Чĕппĕм çинче хушки пур. ЧП. Чуптар лаша çăлтăр хушка. Юрк. Çамки çинче шурă хушки пур. Янтик. Хура сысна хушка пуç, пирĕн йысна кукша пуç. Пазух. † Ялта лаша нумай пуль те, çӳрен хушка сахал пуль. Ib. † Çӳрен хушка пуçне ай ытать-çке инçе çула çывăх тăвасшăн. С. Тим. Вăрманта çӳрен, хире тухсан хушка. НАК. Хушка пуçлă сурăх. Юрк. † Хушка пуçлă лашам пур. Тюрл. Хошка çамкаллă лаша. СПВВ. ХВ. Хушка лаша, Ib. Выльăх пуçĕнче шурă тĕк пулсан, хушка выльăх теççĕ. Вошлан. Пасара çӳрен лаша нумай тухат, хушка çӳрен сайрарах. ТХКА 88. Лаши лаштакскер, тимĕр кăвак хура хушкаллă. || Ск. и пред. чув. 89. Хушка çăлтăр вылятать çул тӳпере çуттипе.
хӳххĕм
то же, что хӳхĕм. Юрк. Хӳххĕм-хӳххĕм хура хĕр, атя хухха пыратна.
хăй
разъяриться. Юрк. † Ĕлĕк пичче каяатчĕ: хура хĕре курсассăн, лаша хăят тиетчĕ. (Свад. п.).
хăямат
(хы̆jамат), конец света, преисподняя. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет килет текерлĕк. Мыслец. Хăямат тĕпне, провались в трисподню (бранное слово). Ст. Чек. Хăямат тĕпне кайса çӳрерĕнем! N. Çанталăкĕ хăямат пек сивĕ тăрать. Бур. Хура пĕлĕтсем тухаççĕ, çăва патĕнчен килеççĕ, хăямата каяççĕ. СПВВ. Х. Таçта хăяматра. Ст. Чек. Хăямата кайса çурерĕнем унта! Где ты у чорта шлялся. Ib. Хăямата кай маншăн, уру йĕрне ан курам. По мве хоть к чорту поди, лучше будет, если я не увижу твоих следов. Ib. Хăяматра çӳрерĕнем халччен! Ib. Атă тăхăнмаллаччĕ, хăямат (чорт возьми-то). Ib. Ку çын хăямăта кайса кĕчĕ (куда-то запропал). Орау. Так çыхланса хăяматпа. Так связался с дрянью. Ib. Мĕн хăямач тăван çав усалпа, вăрманта унтан пуçне йăвăç тупмастнам. Ib. Кам-ши вăл? — Такăш хăямачĕ ку! Чорт знает, кто это (идет). Ib. Темскер хăямат мăккăли ыраттарнă аякка кĕçĕр. Ib. Хăямат пĕлсе çитерет ăна. Ib. Лешĕ таçта хăямата тухса тарнă. Ib. Вутă хатĕрлеме Машавăша каяр, унта питĕ йӳнĕ, тет.— Хăямата вутту-качăку, вутăшăн унта çитех кайма. Ib. Мĕншĕн турттарса килтĕн ăна, хăямата, хăй пулсан, ӳксе вилсен, кай ывăнтăн, атя, лар тесе калас çук. Ib. Мĕн ху килĕнтех мăшкăлаттарса тăран ăна, хăямата (чорта, дурака, жулика и пр.), Ib. Хăямата тухса карĕ ĕнтĕ, кунĕпе ял тăрăх чупать, мур! N. Хăямата чупаттăрам! Куда к чорту побежали! Рак. Ачам-пăчам çимеллине çисе карĕ, таçтан килсе вăрăнчĕ хăямат. Якейк. Ку хотсам вĕçсе ан кайчăр, хăямат. Ib. Ах, хăямат, кормалла помар ăна! Ах, какая досада! N. Те кайса каларттарас ку шăла, хăямат. Хар. Паль. 38. Тĕттĕм хаяр пĕлĕт таçта хăяматах кайса кĕнĕ. Кан. Кам хăямачĕ ман Çĕççе мăкатрĕ? Капк. Пĕр кутамкка сăвăран, хăямата кайманскер пуçне, пĕри те пичете юрăхлă мар пулать вара!Кан. Хăямат, хай те ӳсĕр мĕн. N. Хăямат! Мĕн пур ĕçе пăсрăн! Изванк. Епле те пулсан ăсатса ярас пулĕ, хуть укçи-мĕнĕ хăямата, Микул карчăкне пуççапас пулать, вунпилĕк тенкĕ илсен те парасах. Хурамал. Кам кайса курнă унта! Хăямачĕ кайним! (Никто не ходил). Тюрл. Эй хăямат, эп она пĕлеймерĕм. Питушкин. Хăямата каймалласкер (каясскер)! (Брань). Ib. Ташта хăямат тĕпнех карĕ (исчез). Ib. Ташта хăяматра порăнать вăл, штан она топмалла! Изамб. Т. Хăямат (не знаю что) ĕçлесе тăрать, час тавăрăнмасть! Ib. Хăямат пĕлет эсир каланине? Ib. Тем хăямат пулчĕ çак ачана, йĕрет хăй. Ib. Çĕрле такам хăямачĕ килсе чӳречене шаккарĕ. Ib. Тепле хăяматла Василий салтакран юлчĕ. N. Хăяматăн-хăяматăн çӳресе. Орау. Пасарăн-хăяматăн (на базаре и в других местах) çӳресе ĕç юлса карĕ кăçал, мур! Ib. Ма килнĕ вăл? — Хăяматне килнĕ вăл! Чорт знает, зачем (не знаю)! КС. Пăшала çанта хунăччĕ те, тем хăяматне хăех тухса кайнă. Ib. Кăçал халăх тем хăяматне (почему-то) уличе карти тытмарĕ. Абаш. Ста хăяматне каян! Куда к чорту лезешь! Ib. Килмерĕ, хăяматне! (Чорт возьми!). Шурăм-п. Чăваш арăмĕ, хăямат, мишерле начар пĕлнĕ, тет.
хăйă
(хы̆jы̆), лучина. N. Пĕр аршăнтан тухать çĕр аршăн. (Хăйă чĕлни). N. † Кăмакара хăйă шăлтăртатать, хăйă çутас вăхăт çитнĕ пуль. N. † Çутсан çут хăйăна çутăрах, хăйăн вĕçне татса тăрăрах. КВИ. Хăйă çунать ташласа хура пӳрте çутатса. N. Хурăн хăййи, березовая лучина. N. Хăйăр, ваша лучина. || Огонь. Вилĕ йăли. Çутăлсан, хăйă пăрахнă пăрахман вăхăтра. Во время рассвета, когда уже можно потушить огни. Трхбл. Хулана хăйă çутнă вăхăталла çитрĕмĕр. К.-Кушки. Хăйя сӳнтер-ха, погаси-ка свет. || Клин по обоим бокам одежды. КС. Кĕпе хăййи = клин. К.-Кушки. Кĕпен хăййи кĕскерех пулчĕ. Илебар. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăййи те юрать пире. Кĕпе хăййи памасан, кĕпе çанни те юрать пире. Ст. Чек. Кĕпене тепĕр хăйă хушрăм та, аслăланса та карĕ. Я еще вставила в рубаху клин, и она стала шире. Изамб. Т. Кĕпе хăййи, боковой клин на подоле рубахи. Ib. Кĕпе хăййи кастарма кайнă. ЧП. Сылтăм арки хăййи (у камсул). N. Кăвак камсул, йĕс тӳме, сылтăм хăййи пулăттăм. || Сред. Юм. Пир хăййи тесе пир тĕртнĕ чôхне кĕрĕ хыçĕнче пир коммине уйăрса пĕр пиккине çиелелле, тепĕр йышшине аялалла туса тăракан патака калаççĕ. || Хăййи, часть шерстобойки.
хăвала
гнать, пригнать, гнаться, преследовать. КВИ. Çӳрет тукмак (волк) кăнтăрла, çӳрет тукмак çĕрĕпе, пырса кĕрет ялалла, çын хăвалать йыттипе. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, х(ă)валаса каçасчĕ кӳл урлă. А.-п. й. 3. Хăвалама тытăнтăмăр. Ib. 39. Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те, нимĕнсĕрех килне тавăрăнса кайрĕ. Ib. 31. Тытăнчĕç хайхисене ĕсĕрлентерсе хăваламашкăн. Ib. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Ib. 34. Пуçланă хăвалама. Хăваласан-хăваласан, аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. 36. Трашка ачисем, икĕ кайăка хăваласа, пĕр кайăк-сăрах килне таврăннă. Ib. 25. Темĕн-темĕн калать вăл, ăçтан хăваласа кăларăн ăна? — тесе калать тет вăл. Ib. 97. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хавалама çав çынна. Ib. 84. Иванĕ аран-аран сумккине хăваласа кĕртрĕ салтакĕсене. Никит. Çав хура пусăрах Сеппер кĕтӳç те, вăрăм чăпăркка тăсса, кĕтӳ хăваласа çӳрет. Иванова. Вара вĕсем мана хăвала пуçларĕç. N. Çил хăваласа çӳрет. Аттиково. Пĕр кĕркунне авăн çапнă вăхăтра, манăн пичче, уя лаша (лошадей) хăвалама кайсан, (т. е. ловить их, пригнать домой) пуç ыратать, тесе килчĕ. ЧС. Чирлĕ çын пулсан, чирне хăваласа кăларатпăр. Г. А. Отрыв. Кантур çурчĕ тума (Ассакассине) халăха пĕрене кӳме хăваланă (погнали). Орау. Эп килелле хăвалап (ухожу). N. Хăвала! Валяй! (т. е. иди). N. Вăл çын хыçĕнчен хытă чупса хăвала пуçланă (погнался). Утăм. Унта йыт çури тухса ман хыççăн хăваларĕ (преследовал меня).— Мана та унта йытă хăваларĕ. N. Ыттисем унăн сăмахне итлерĕç, тет те, тавай хайхи çынна хăвалама. Шинар-п. Унта ăна полицейскисем палланă та, хăвала пуçланă. N. Вăл çулпа пынă чухне ăна хирĕç икĕ кайăка çӳрекен çынсем кашкăр хăваласа пыраççĕ мĕн. || Охотиться. Хурамал. † Хура пусă такăр пулсан, кил хăвалар тилĕ юр çусан. || Шугать. Орау. Лашан хăй çине ларакан шăна-пăвансене хăвалама хӳре пур. ХЬ. Хăвала = хуйхат, шугать. Ib. Такăш хăваласа кайнă тийăн, ăрамра пĕр çын та çук. С.-Устье. Çак охотник çӳресен-çӳресен пĕр кайăк хăваласа ячĕ тет. || Собирать. Николаев. Вăйă хăвалама пĕр çын юлмичченех çак йĕркепе пырать. Чаду-к. Унта вăл упа курнă. Яла килнĕ те, халăх хăвала пуçланă. Çынсем вăрмана карĕç те, упана пирĕн яла хăваласа килчĕç. Сиктер. Каяс кун пĕр кун малтан теçетниксем пĕтĕм яла килĕрен пĕрер пашалу пĕçерме кĕлĕ тума каяссине пĕлтерсе хăвалаççĕ. || О землед. Чĕри юн хăвалать. || Юрк. Тытăнат урам тăрăх икĕ енĕпе те хăваласа пыма (пожар). || СТИК. Тьыха та çав ача пекех амăшнех хăвалат (= амăшне хурат). || Альш. Çулла ĕç çинчех вĕсене ашшĕ-амăшĕсем: пукрава илсе кайăпăр тесе, йăпата-йăпата ача пăхтараç, ăна-кăна ĕçлеттерĕç. Çавна халĕ хăвалаççĕ вĕсем: хăшне çĕнĕ çĕлĕк илмелле, хăшне çĕнĕ явлăк илмелле, хăшне атă, хăшне пушмак туянмалла. Учите детей. Кирек мĕнле çын та çамрăкранпа ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕне курса ӳсет, çавна юратать, çавна хăвалать.
хăва
ива. Чуральк. Кайăк каять кушланса, хăви юлать хурланса. N. Хăва, верба. Собр. Хăваран пулăшши пулмĕ, теççĕ. (Посдовица). || Тальник. Рак. Аял ту, аял туран вăта ту, вăта туран çӳллĕ ту, çӳллĕ туран вак хăва, вак хăвара вак кайăк. Низкая гора, за низкой горой средняя гора, за средней горой высокая гора, за высокой горой мелкий тальник, в мелком тальнике мелкая дичь. (Загадка). ГФФ. † Олăх тăрăх тил йортать, хăва тĕми çывхарать. По лугам рысит лиса, скоро уж конец таловым кустам. || Куст. М. Етмен. Хăва, куст (то же и в других говорах б. Курмышск. у.) Ст. Шаймурз. Хуран-хуран курнакан хура хурлăханăн хăвисем. N. Шаннă хăвара кайăк çук теççĕ.
шур хăва
белый тал, ива. Бес. чув. 14. Ял патĕнчи çырмана Атăл хăвисем, шурă хăвасем лартса тултарма сăмах хунă.
хăван
радоваться, веселиться. СПВВ. Хирти тырă-пулă хумханчĕ, хура халăх хăванчĕ. Ib. Хăванса ларать. С. Тим. Хăй чунĕ те хăванат (у девушки), çын чунĕ те хăванат. Юрк. Хирти тырă-пулă хумханнипе ялти ватă-вĕтĕ хăванĕ. N. Хăван = савăн.
хăвра
назв. растения. Турх. Хăвра (= хура), растение вроде полыни с жестким грубым стеблем. Ib. Хăвра пек, твердый, крепкий (о хлебных стеблях).
хăла
(хŏла), буланый (масть лошади). Юрк. Аçу сана авă çӳрен лашуна та памарĕ, хăлине анчах парса кăларчĕ. Чертаг. Хăларах çӳрен (масть лошади).|| Саврасый (масть лошади). N. Хăла, саврасый, похожий на верблюда. СПВВ. Хăла лаша. N. У татар к̚ола — цвет лошади, желтоватый. || Тоскаево. Этемĕн йăли, лашанăн хăли теççĕ. (Пословица). || СПВВ. Хăла хурт. Ib. † Эпир ĕçсе-çинĕ вăрăнне хăла хуртăн пылĕ тулса юлинччĕ. N. Хăла пыл. N. Пирĕн чĕлхе-çăвар çыхланнă кĕркуннехи хăла пылпалан. N. † Эпир кунта ĕçсе-çинине хăла пылсем пулса юлмĕ-ши. || Лашм. Кăвакальсем ула, мăйĕ хăла, хăш шыв кукрĕнче çӳрет-ши? ЧП. Кăвакалĕ ула, мăйĕ хăла. || Чертаг. Хăла тăпра, ни хура, ни шурă, кĕрпеллĕрех (крупчатая), среднего качества, хăйăрлăрах.
хăлат
(хŏлат), назв. птицы (род ястреба или коршуна). Б. Крышки. N. Хăлат, кулада, мышелов. Образцы 74. † Астăвăр-ха хăлата, чăх чĕппине сĕтĕрет. Питушк. Хăлат, чĕпĕсем тытакан кайăк. Калашн. 27. Тата хура, мăн хăлат хирте пурăнса кайăк çиет ун çинче, асап кăтартса. Зап. ВНО. Хăлат, хищная птица. || Собр. Пирĕн кинçĕм пуласси хăлатне сарса çӳренĕ, качча кайма тăрсассăн сурпанĕ те кирлĕ пулнă мĕн.
хăлчăклă
остистый. Зап. ВНО. Хăлчăклă тулăран хăпарту шурă пулать. Юрк. Хăлчăклă тырă (урпа, пăри, тулă). Стюх. Урпи пуçахĕсем хăлчăклă.
хăмаç
(хы̆мас’), кумач. Пшкрт. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм. Ау 274. Тăваткал минтер хăмаç пит. Сред. Юм. Эсĕ паян пăртак ĕçнĕ пулмалла = ытла пит хăмаç пикех хĕрелсе кайнă. ЧС. Унта çырла, хăмаç карнă пек, çакăнса çеç ларать. Сунт. Юр тата хытăрах çурĕ. Ирччен пĕтĕм çĕре шурă хăмаçпа сарса тухрĕ. N. Шур хăмаç пирри.
хăмаç çип
фабричные нитки. Сунт. Шурă хăмаç çип арлакан хапрăкра пурăнатпăр. Сред. Юм. Пасар çиппине хăмаç çиппи теççĕ. Хĕрлине — хĕрлĕ хăмаç çип, кăваккине — кăвак хăмаç çип, шôррине — шôр хăмаç çип теççĕ. Юрк. Хăмаç çип илме укçа кирлĕччĕ теççĕ, ыттах урăх тĕрлĕ сăлттав тупаймасан. Янш.-Норв. Ялан хăмаç çиппе тĕртнĕ кĕпепе çӳрет. К.-Кушки. Шур хăмаç çип сурпанĕ пуçăм тавра çаврăнчĕ.
хăмач
хăмачă, кумач. КС. Чие хăмач пек карнă (много). N. Шор хăмач мăн чола сотаççĕ? Ск. и пред. чув. 29. Шурă хăмач кĕпе. Кубово. Хăмач çиплĕ кĕпе (с примесью красной пряжи). ЧП. Хăмачă кĕпе уçать-çке. Ib. Аршăн çурă хăмачă. N. Шур хăмачă çиппи. Утăм. Вăтаннипе хăмачă пек хĕрелсе кайрĕ, тет. N. † Хăмачă кĕпе плис шалавар. Капк. Унтан хăмачă пирĕ пек хĕрелсе кайрĕ.
хăмăр
(хŏмŏр), бурый. N. Хăмăр, дымчатый, карий. К. -Кушка. Хăмăр, карий, коричневый. Пазух. † Савни хура куçлă, хăмăр çӳçлĕ, юратмасăр чунăм чăтмасть-çке. Скотолеч. 11. Хăмăр тĕслĕ (о моче). А.-п. й. 23. Çапла икĕ така кăвак кашкăрпа хăмăр упаран хăтăлнă. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ст. Шаймурз. Вăрманта хăмăр, çула тухсан хура, киле кăрсен шурă. (çăка). ЧС. Пирĕн пĕр пысăк хăмăр ĕне пурччĕ. Чăв. й. пур. 5. Çӳçĕсем-сухалĕсем хăмăртарах (у него). Ст. Чек. Хăмăр куç, карие глаза. || Время, склонное к ненастью. Зап. ВНО. Хăмăр çанталăк, время к ненастью, пасмурная погода.
хăмăрк-кăвак
фиолетовый, лиловый. Юрк. Хăмăр-кăвак куçлă, хура куçхаршиллĕ, çавракарах питлĕ.
хăмла çырли
малина. Рак., Кайсар. № 66. Вĕрĕлсен, хăмла çырлине вĕретсе ĕçсен, сиппи пур тет. ЧС. Хăмла çырлине кайрăм, ходил за малиной. Ердово. Хăмла çырли сăнăм пор, çомăр çусан шоралать, хĕвел пăхсан хĕрелет. Кубня. Хĕрри хĕрлĕ, варри шурă. (Хăмла çырли). Ск. и пред. чув. 13. Хăмла çырли хушшинче хăмли пулнă саралса. ГФФ. † Сат пахчине кĕтĕр-и, хăмла çырли татрăр-и? Были ли вы в саду, рвали ли там малину? ГФФ. † Лаплап тăрăх хăмла çырли. По низкому месту малина.
хăналăх
гость. N. Хăналăха килтĕм (в гости). Янтик. † Шурă та шурă тенине тутлă çимĕç тиеççĕ; хĕр чӳнехи пурнăçа хăналăха (на время) тиеççĕ. N. † Ĕçер-çиер, выляр-кулар, кунта пире хăналăх. (Солд. п.). Трхбл. Çинçе пӳме ӳстертĕм атте-аннене хăналăх. Коракыш. Аттаманĕ: кам вăл? — тесе кăçкăрать, тет. Иван: хăналăха! тесе калать тет. (Иван ылттăн улма вăрлама кĕнĕ пулнă утаман пахчине).
хăне
(диал.), правильно хăйне (д.-в. п. от местоим. хăй). Регули 1504. Она хăне кирлĕ, сана вăл парати? Изамб. Т. Çынтан хăй пĕрре те хăрамаст, хăне те çынсем пит юратаççĕ (голубь). СТИК. Хăне кура хытланмаст. Не знай кого из себя корчит. Чăв.-к. Хура вăрманти хурчăка, хăне çӳреме çул тупман. Ст. Чек. Шурарăма (полынь) хăне ăш ыратсан вĕретсе ĕçеççĕ. Юрк. Хăне пулсан, вăл санпа тарăхса анчах пурăнат. || Особо. N. Ĕлĕк авал вилнĕ çынна халех вырттарман, масар çине тупăкне хăне, вилнĕ çын ӳтне хăне ăрасне илсе кайнă та, шăтăка антарнă чух анчах вилнĕ çынна тупăка вырттарнă. Ст. Чек. Вăсене хăне сĕтел хушшине лартаççĕ, хăна тăваççĕ.
хăнтăр
бобер. Начерт. 191. Кильд. Вак касрăм, шыв ĕçрĕм, хăнтăр пур иккенне пĕлмерĕм. Хурамал. Анкарти пĕр хыçне виртсем ятăм, хăнтăр чĕппи пурне пĕлмерĕм. Рак. Хăвăлта хăнтăр вылять. (Куç). Çатра-Марка. Хăнтăр тĕслĕ йăттăм пор. Трхбл. Куç харшисем хăнтăр, куçсем çăлтăр, кам телейне пăхса ӳсет-ши. Хорачка. Хăнтăр çока — хĕрарăмсам сыпăçтарса; хăнтăр ĕçлĕк — хĕрарăмсамăн авал; хăнтăр шура порăннă таста анатра. N. Эпирех илес ай хĕрĕн те пичĕпе куçĕ çăлтăр пек, çӳçĕпе пуçĕ хăнтăр пек. || Тесьма, оторочка. М. Ăнтавăш. Хăнтăр, самодельная оторочка из овчины. СПВВ. НН. Хăнтăр, кĕрĕк çухине тытакан тир. СТИК. Кĕрĕк аркине хура путек тирне тăсăмăн-тăсăмăн касса тытаççĕ; çавна хăнтăр тытас теççĕ. Тюрл. Хăнтăр, обшивки (тюленев., котиков. и др.). Чутеево. Хăнтăр, вообще обшивка по краям верхнего платья (тӳлен, кутьăк). Ст. Чек. Хăнтăр, воротник шубы из тюленьего меха. Кĕрĕк хăнтăрĕ, кĕрĕк çухине хăнтăр тытаççĕ. Ст. Шаймурз. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн хăнтăрĕсем епле-ши. || Альш. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. Нюш-к. Хăнтăр çаврас тесе ака пуçĕпе ана тавра пĕрре акаласа çавăрăнассине калаççĕ.
йӳçĕ хăнтăр йӳççĕш
назв. лекарства. Альш. Ку лекартсă çилĕм пек: хуп-хура, сап-сарă. Ача-пăчана чĕкрене ерсен кăкăр сĕчĕпе ирсе ĕçтереççĕ, каккине хытарать, теççĕ.
хăпарт
понуд. ф. от гл. хăпар; поднимать. N. Атисем анчĕç те, хăваласа хăпартрĕç. Шарбаш. Хăпартмалли-антармалли (для того, чтобы пустить меньше или больше). N. Хăпартса пыр. Сред. Юм. Калас тесе чĕлхене те хăпартап, тата çапах чарнса тăрап. Чтобы говорить иногда и язык поднимаю, но потом опять удерживаюсь. N. Кӳрĕшсен ĕнер кĕлет хăпартрĕç (поставили сруб на место), витмеллех турĕç. Пир. Ял. Пӳрте хăпартнă чухне аялти йĕркисене смалас пулать. || Поднимать дух. Ск. и пред. чув. З4. Пăхса тăракан яшсене пĕтĕм халран вăл ярать, чунĕсене хăпартса ташламашкăн хĕтĕртет. Алших. Хусан лавкки таварĕ çинçе çынна хăпартат. || Поднимать зябь. Баран. 109. Сухаласа хăпартса хăварнипе çум курăкин тымарĕсем, тырра тивекен хурт-кăпшанкăсем шăнса пĕтеççĕ. || Вздувать. Кама 16. Пит çăмартине сывлăшпа вĕрсе хăпартать те аллисемпе параппана çапнă пек çапать. Кн. для чт. 85. Вăл çара уран пынипе урине хăпартса кăларнă. Изамб. Т. Лашине çаптара-çаптара хăпартса кăларнă (до того, что остались следы). N. Урасене хăпартса кăлариччен çӳрерĕм (разбухли ноги). || О тесте. Ала 75. Хăпартнă хăпарту пек, ларма кайнă хĕр пек. (Çарăк). || О почках. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. || Оторвать. N. Кунтан час-часах хăпартас çок мана. Тайба. Хĕрсен хыççăн çӳресе атă кĕлине хăпартрăм. Байгул. Ашшĕпеле амĕшĕнчен хăпартмаллах килтĕмĕр (невесту). || Срывать. N. Çак кĕнекене уçса унăн пичечĕсене хăпартма кам тивĕçлĕ? N. Вăл ку кĕнекене уçса, унăн пичетне хăпартма пултарать. || Отлеплять. Юрк. || Начислять, набавлять. Кан. 4О кратуслине илсе пырать те 22 пус хăпартса сутать. Шурăм-п. Илсе каяканĕ пĕр пус хăпартрĕ. || Повышать (расход). Н. Сунар. Соколов çапла хăпартса пĕр тăват-пилĕк кунта 150 тенке çитерчĕ, тет. || Преувеличивать. N. Вĕсем суйса сăмахсене хăпартса калаçса. || Баран. 84. Каснă салмана (лапшу) çăмартапа хăпартса сарă-çу ярса çиет. || Употребляется в сочетании со словом сехĕр. N. Сехĕре хăпартса пурăнаттăмăрччĕ. Жили в постоянном страхе.
хăпарту
назв. кушанья (пшеничный хлеб). Зап. ВНО (в Вятской губ.). Хăпарту = хăпартлу, яровушники, ярушники. N. Тулă кăмпаллă пулсан, хăпарту хура пулать. N. Хăлчăклă тулăран хăпарту шурă пулать. Изамб. Т. Капăртма юлашкинчен е çавăн йышшинчен пĕчĕк çăкăр пĕçереççĕ, ун пеккине хăпарту теççĕ. Яргуньк. † Пирĕн килемия юрасан, хăпарту пак хăпарĕ, ӳç ту пак сарăлĕ. (Свадеб. п.). Аскульск. Аслăк çинче çур хăпарту выртать. (Уйăх).
хăрăк хывни
назв. обряда. Череп. Чăваш йăли тăрăх хăрăк хываççĕ шăрт-шарт сиксе вăраннăран. Вăл шăрт-шарт сиксе вăранакана калаççĕ, вăл питĕ хытă хăранă, ăна хăрăк хывас пулать, тесе. Вăл хăрăка хывас пулсан, амăшĕ хывас пулмасть. Хăрăк хывнă чух пӳртрен никама та кăлармаççĕ. Хăрăк хывнă тĕле çын кĕрсен, çав çынран хăранă теççĕ. Хăрăк хывма тытăнсан илеççĕ шывлă чашкă, пилĕк-улт хăйă. Пĕр хăййи çине хураççĕ шурă тăхлан, айĕнчен вут тивертсе хăйă тытаççĕ. Унтан сăмахне кала пуçлать. Çичĕ тинĕс урлă Ашапатман карчăк килет тет, вăл вĕрет тет, сурать тет, çак ачана (ятне калать) хăрăк хывать тет. Тух, хăрăк, тух, хăрăк! Путек макăрнинчен хăранă пулсан, йытă вĕрнинчен, автан авăтнинчен, аннӳ, аçу кăшкăрнинчен, ют çын кăшкăрнинчен хăранă пулсан та, тух, хăрăк, тух, хăрăк! Тьфу, тьфу, тьфу! Тăхлан ирĕлсе çитсен, шывлă чашкă çине пăрахать. Чашкă çинчен илет те, çавăркаласа пăхать те, калат: халĕ хăрăк хывни тухман, автан кĕлетки ӳкмен. Татах çав сăмахсене калать. Татах ирĕлсе çитсен шыва пăрахать. Ĕнтĕ автан кĕлетки ӳкрĕ, хăрăк хывни сипе килĕ. Шывне вара амăшнех саптарать çын ури тивмен çĕре. Хăрăк хывнăшăн ачи тăрăшшĕ пир ыйтать. Унтан хăй тăрăшшĕ пир параççĕ. (Сообщила Раиса Волкова).
хăра
то же, что хура, черный, грязный. Никит. Ку хăра çăмхасемпе мĕн ман хăралса килес, тенĕ те çăмхисене утса янă.
хăрантуски
хăрантсуски, хăранчуски, хăранччуски, французский. ЧП. Хăрантуски явлăк. N. Хăранчуски явлăк, Пазух. † Хăрантсуски тутăр, шурă çӳçе, сарăлайса ӳкрĕ шыв çине. Ст. Чек. Хăранччуски явлăк, бумажные платки черного цвета с белыми пятнами. И. Тукт. † Хăрантсуски кĕпе, пурçăн читтĕк, курсан курăп пуянсем çийĕнче.
хăрах
(хы̆рах, хŏрах), один из двух. N. Шывне ĕçтернĕ чухне çĕнçын кăмака умне кайса тăрать те, çав шыва ĕçтерсе пĕтеричченех çĕнçынни кăмака умĕнче хăрах чăркуççи çинче ларать. КВИ. Этем укçа хутаçне хăрах алăпа йăтнă. А.-п. й. 54. Карчăкĕ кĕлетрен пĕр хăрах ывăç çăнăх илсе кĕчĕ те, сĕтпе-çупа çăрса, старикне валли пĕр пĕчĕк йăва пĕçерчĕ. Ib. 96. Ав, куратна, çулпала хăрах турта, пар лаша пырать тусан тустарса. Янтик. Якур хăрах уран (на одной ножке) сиксе тухрĕ ку çур пилĕк тăрăшне. Сред. Ют. Хăрах айккăн ôрам, односторонка. Говорят, если на одной стороне улицы нет домов. Якейк. Хăрах витрине çырмаялла йăвантарса ятăм та, вăл чăнкăр-чанкăр туса йăванса анчĕ. N. Хăрах хул хушшине çĕлĕк хĕстерсе. N. Хăрах алăкне кăларса кайнă. N. Çав вăхăтра пĕр майра картлă кĕвентепе, хăрах аллине пуртă тытса, çав вакка шыв ăсма пынă. Регули 926. Хăрах атă анчах топрăм. Букв. 1886. Атте мана çапла çыхса хунăшăн çиленнĕ. „Вĕтсе хăварам, унта пыриччен хăрах çăпата кантри явсан та, хăна усă пулĕ“,— терĕ. КС. Хăрах çăмарталлă ăйăр, нутрец, нутряк (одно яйцо спрятано в животе). СТИК. Хăрах чĕчĕллĕ ĕнене сумалла мар-и? Шурăм-п. Хăрах туналлă шăрăшлă хура (арăмути), Чăв.-к. Акка кăш тьыхаран хăрах хĕрнерех кайса тăнăччĕ. || Нечетный. N. Кучченеçсене те хăрах илсе пыраççĕ, пĕр йăвачă анчах нумай илсе пыраççĕ, ăна ача нумай пултăр тесе нумай илсе пыраççĕ. || Единица. Арзад. 1908, 36. Хăрах 9 пĕр 5 миçе пулать? Ib. 1908, 36. Икĕ тăххăртан икĕ мăшăр та хăрах кăларсан миçе пулать? || Одно ведро из пары. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. || Счет ниток (количество). Чутеево. Пĕр сум хăрах.
хăрăм
(хы̆ры̆м, хŏрŏм), сажа, копоть. N. Эсĕ кăмака çинче йăваланнă çĕрте вăл парнене хăрăм кăна тăватăн. Юрк. Хăрăм пек хура хулăн пĕлĕт тухсан, çумăр пулат. Орау. Ăна астăвах тăрас пулатчĕ (о лампе), унсăрăн пĕтĕм пӳрте хăрăм тăватчĕ. Ib. Ламппăран тĕтĕм тухса япаласене пĕтĕмпе хăрăм пуснă (лампа разгорелась, на вещи нападала сажа). Сред. Юм. Хăрăм шăтăкне кайса кĕрĕ ô. По своей ловкости он куда угодно может итти. ЧС. Хĕвеланăç енчен хура хуран хăрăмĕ пек хуралса çăмăр килчĕ те, пире висталла та пулмарĕ. N. Харăм çунса тухса пушар пулнă. N. Хăрăм çунма тапратрĕ. Слакбаш. Хăрăм çăват. Во время топки черной избы (хлопья сажи). Орау. Пичĕ-куçĕ пĕтĕм хăрăм пулнă.
хăрпу
(хы̆рбу), ресницы. Султангул. Ырă тăванăм (ятне кала) хура хăрпу витĕр курăнат. || Околыш фуражки, шапки. N. Çĕлĕк хăрпăвĕ. Тюрл. Калпак хăрпу. Пазух. † Кăрмачă та пустав, кăтра хăрпу, авкаланать йысна пуçĕнче. || Оторочка. Суняел. Пĕчĕккĕ те путек кăтра путек, хăрпу пулманнине мбн пулĕ. Собр. Хура путек кăтра путек хăрпу пулманне мĕн пулĕ.
хăрпуллă
с околышем. Аттик. Хура хăрпуллă çĕлĕк. ЧП. Шур хăрпуллă çĕлĕк.
хăтăл
избавиться, спастись. Регули. 816. Вăл шу орлă каçнăпа (каçса) анчах хăтăлчĕ. N. Пĕр эпĕ анчах хăтăлса юлтăм. М. Сунчел. Муртан хăтăлса юлас тесе, пилеш йăвăççисене çурса ун витĕр тухатчĕçĕ. А.-п. й. 55. Чӳречерен сикрĕм те, вĕлтех тарса хăтăлтăм. Ib. 23. Çапла икĕ така кăвак кашкăрпа хăмăр упаран хăтăлнă. Бес. чув. З. Микулай эрех ĕçмен çын пулнă, халĕ те вăл кулса хăтăлчĕ: „Çук, çур путылкапах хăтăлаймăр, пĕрнех те лартăр-ха“,— терĕ. А.-п. й. 49. Вăл аран-аран юман юппинчен хăтăлса тухрĕ, тет. Он кое-как вырвался из западни. Капк. Эй, инкесем, аппасем, хĕрсем, хутла вĕренме тытăнар, унсăрăн эпир тĕттĕмлĕхрен хăтăлма пултараймастпăр. || Уйти целым. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан, хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Толст. Хирпе пынă чух вăл хăтăлса-хăтăлса пыратчĕ, тет (олень). || Выздороветь. N. Папай сымар, питĕ начар (плох), те хăтăлать?
куракла
кричать по-грачиному. N. Курак, курак кураклат, хура çĕр çинче çăрхалат. N. Курак, курак кураклат, курак кураклас çĕр марчĕ.
курак çырли
назв. ягод. Имен. Курак çырли — тăмпа пиçекен хура çырла. См. хура çырла.
курнитсă
горница. Пазух. И чĕвĕл те чĕвĕл хура чĕкеç кĕрпе кайса çура килет-çке; шур курнитсă çумне çурт хушать.
корта
(корда), кайма? Атыково (Кан. р.). † Сарă тутăр савăнать тавра корти пуршĕн; хура тутăр хурланать хăйĕн корти çуккишĕн.
куса-тăран
(куза-т̚ы̆ран), бегающий. Юрк. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юри куса-тăран тилĕшĕн. || Колесо. Юрк. Ку тата çапла пĕр икĕ тапхăр çавăрса сăптăрса илсен, хытă пынă çĕртенех хыçалти куса-тăранĕ, урапи пăти çук пирки, кусса пынă çĕртенех, кăшт (вдруг) пĕр енелле тухса ӳкет (соскочило). СТИК. Куса-тăрана çыхса антăм. Я спустился (с горы), завязав колесо, чтобы затормозить его. Бугульм. †, çунисем пĕр сăрлă, ешчĕк ешĕл, куса-тăран тимĕр тукăнлă.
кускала
коскала, учащ. ф. от гл. кус, кос. Пшкрт. Мĕн коскалан? Что ты бегаешь? N. Начар çын нимĕн тума пĕлмест, кускаласа çӳрет анчах (забегался). Ст. Айб. Пĕчĕккĕç кинĕм пур, алăкăн-тĕпелĕн кускалать. (Шăппăр). Сенчук. Икĕ кинĕ пăхса тăраççĕ, хуньамăшĕ кускала (= чупкала) çӳрет. (Алăк янаххисемпе алăк). Ст. Айб. † Кинĕмĕр те чипер çавă пур, парни-сарки çитмесен, çӳпçи тавра кускалать, ик пĕççине шарт çапать. Ядр. Кăлтрик-кăлтрик (вар. кăвак-кăвак) кăвакарçăн, ик çунатне шарт! çапать. Шемшер. † Кулук-кулук (вар. кулик-кулик) кăвакарчăн, шушлăх (вар. шуçлăх) тăрăх кускалать Бр. п. водку 14. Йытă пек кускалама, те (разве) сирĕн тарçă эпĕ? || Вертеться (вокруг чего). ПВЧ. 86 Хуньăм хĕрĕ, ай, хура хĕр, хуран тавра кускалать. Ib. 108. Çак ял хĕрĕ (девицы) коскалать пирĕн арăм поласшăн.
куç
(кус), коç (кос), глаз. N. † Хĕп-хĕрлĕ чĕремшĕн йĕре-йĕре, икĕ улма пек куçма пĕтертĕм. N. Вилнĕ çын, вилсен куçне уçса выртать пулсан: вăл çилленчĕ пулĕ, теççĕ. N. Куçпа килчĕ. Вернулся с военной службы по причине болезни глаз (срв.: куçпа яраççĕ, куçпа выртать). N. укçан куçĕ çук. (Послов.). Сред. Юм. Паян тола тохман та, тола тохсаннах, куç кашарса каять. Ib. Куçпа пăхсан (на глаз), пĕр виç-тăват çохрăмран та ытла пик мар; кайма тăрсан, вăн çохрăм та полĕ. Ib. Куçа пĕтерсе ятăм, глаза заболели, и я никак не могу их вылечить. Ib. Куçа çисе тăрать. Режет глаза (говорят о светлых, блестящих предметах). Ib. Куçа çисе тăрать вит! (Говорят о красивом предмете, на который любо глядеть) Ib. Куçа хĕретнĕ, тесе, йĕнĕ çынна калаççĕ. Ib. Куçран тĕртсен те, корăнмас. Очень темно, хоть глаз выколи. Никит. Çĕр (ночь) тĕттĕм пулнă, куçран тĕртсен те, курăнмаçть (не видно ни зги). Альш. Куçпа çӳлелле пăх та, унтан курăн мана, тенĕ. Якейк. Çолахай куç тортсан (если бьется живчик): çын çиять, теççĕ; Сылтăм куç тортсан: çын мохтать, теççĕ. СТИК. Ватăла-киле куç вăйĕ пĕтет те, куç тĕтĕрелĕ кăтартакан пулат. [Куç темĕскерле уççăн, рас (ясно) кăтартмас]. Кильд. † Куçна хуп та, ална сул. Янтик. † Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе(не) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. N. Акă çил-тăвăл калама çук, куçпа пăхма çук, тусан вĕçтерсе те çитрĕ. КС. Куç шăтса тухас пек ыратать (ужасно болят). Истор. Александр пыриччен, вăл хăй ушкăнĕпе Финский залив хĕрринче çĕрĕпе, пĕр куç хупмасăр, шведсем килессе сыхласа тăнă. Ск. и пред. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. Изамб. Т. Çĕр тĕттĕмленчĕ, куçăран (= куçран) тĕртсен те, курăнмасть (не видно ни зги). N. Куçне вĕçĕртмест. Не сводит глаз? Ядр. † Ах, эсрел карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе! N. Арăш-пирĕш куç ик майнелле пăхать, арăш-пирĕш пăхать. ЧП. Ăçта каян, тантăш, икĕ куç куççульсене юхтарса? N. Çапла хаш чухне куç, шăтса, хуплансах ларать, Юрк. Унта куç курĕ-халĕ (увидим) — разрешить туччĕр (только, бы разрешили издание газеты). Ib. Куç витĕр пăха пуçлат. Кан. Кĕрхи тĕттĕм каçсенче куçран тĕксен те курăнмасть (хоть глаз выколи). Орау. Кала эсĕ ăна, вăл манăн куçа ан курăнтăр (пусть он не показывается мне на глаза). Ст. Чек. Куçран кăшт айвантарах. Слабоват глазами. Орау. Куçĕсем куçлăх тăхăннăран ыратаççĕ унăн. Глаза у него болят от очков. Ib. Куç алчăрхарĕ (не разбирают). Ib. Çиса ярас ку çăмартана, куçа ан курăнтăр! (чтобы оно не мозолило глаза). Кив-Ял. Куçех вăрă. По глазам видно, что вор. Чебокс. Кори коçа корми тăвать (притворяется, что не видит). N. Куç курать те, ал çитмест. Видит око, да зуб неймет. Н. Седяк. Куç кĕçĕтсен: вăтанатăп пулĕ, теççĕ. (Примета). Ib. Куç курнине çимесен, куç суккăр пулать теççĕ. СТИК. Хăçан куçă хупăнĕ-ши? (= хăçан эс вилĕн-ши? — Ачипе тарăхса çитнĕ амăшĕ чун хавалĕпе калат). Ib. Куçĕсем чыст (чит. ц'ист) хуралса кайнă (говорят о больном, у которого около глаз образовались синие круги). Ib. Куç юнăхнă (= хĕрлĕленсе кайнă). Ib. Куç тула юлчĕ. (Говорят, когда в сумерки, входят со двора в избу; тогда глаза ничего не видят вследствие смены света тьмой). КС. Тăватă куçлă (человек в очках). В. Олг. Толта коçлă çын (лупоглазый; так и у КС.). Хорачка. Çиелте коçлă çын (то же). Ст. Чек. Хӳри куçĕ айне пулах карĕ, тет (тут же увидал). Ib. Сан ача пур-и? — Çук, хырăм ӳкрĕ (или: куçа валли пур та, алла валли çук. Говорят о выкидыше). Н. Лебеж. † Камăн кинĕ, тийĕçĕ, унăн кинĕ, тийĕçĕ, куçран вăйсăр (больна глазами), тийĕçĕ. N. Пирĕн умра, мĕн куç курнă таранчченех, çилпе хумханса выртакан аслă тинĕс пек, тырă-пулă пуссисем симĕсленсе, сарăлса выртаççĕ. Якейк. Пĕр стаккан сĕт куç пак толтарса патăм (= полнёхонек). N. Куçу пăч пултăр! Чтобы тебе ослепнуть! Ст. Шаймурз. Ача хăй куç курнă çĕре (= куда глаза глядят) кайнă. Ст. Чек. Куçĕсем сӳннĕ. Глаза не видят. (Так говорят: 1) о рассеянном человеке, когда он не видит искомого предмета: 2) о человеке, лежащем при смерти и ничего не видящем). Альш. Куçĕ сӳннĕ = куçĕ çути пĕтнĕ (вилсен). Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр! (ругань). Ал. цв. 6. Унăн тавра, куçран чиксен те, нимĕн те курăнмасть. Шибач. Апай, мана, тет, паян йоман торачĕ çапрĕ, коç кормаç, тет. N. Пĕр каска урлă икĕ алтан вăрçаççĕ. (Куçсам). Изамб. Т. † Пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шур куçăмăр атте-анне умĕнче. ЧП. Кĕрсеех те ăсăм çитмерĕ, çамрăк пуçăм юлчĕ çын куçне. Изванк. Пуп куç — нӳхреп куç, теççĕ. (Послов.). Собр. Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе, теççĕ. (Послов.). Якейк. † Вăрман орлă каçрăмăр, вĕрене çинчен куç каймар (все смотрели, интересовались листьями клена). Собр. † Куçкĕски пек аккана куçран кăларса ятăмăр (т. е. лишились её). || Сглаз. Т. VI. 33. Хăмăр куç, кăвак куç, чакăр куç, чалăрнă куç, йăв куç, çыр куç, чан (так!) куç, арăм куç, арçын куç, килти куç, тулти куç, ял-йыш куç, килен-каян куç, вырăс куç, тутар куç, чăваш куç те пулсан, тухса кайтăр Плаки çинчен (заклинание). ЧС. Усал куçа тавăрни (или: шăтарни — поверье, когда ставился лошадиный череп на кол в огородах от сглаза). || Ямочка для масла (в каше). Юрк. Пĕрер кашăк пăтă ăсса, куçне пуçса çийеççĕ. КС. Кашни хуран çине куç туса, виçшер кашăк çу хурать. || Глазок (у картофеля). N. Кашни çĕрулмин, пысăккин те, пĕчĕккин те, темиçе куç пулать. || Стежок (при вышивании). N. Коç хăварса тĕрленĕ (род узора). || Петля (при вязаньи, напр. чулка). Кăмак-к. Куç йолнă. Пропущена петля. || Узел (основы). Сред. Юм. Пир тĕртнĕ чохне куç ярса тĕртеççĕ («распускают одно звено»). Шевле. Коç — комнă çиппĕн пĕр йăлăмĕ. || Каждый из кварталов, на которые разделено поле. Альш. Вăл пулуссасем (полосы поля) аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳрĕ каяççĕ, урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. || Квадратная сажень. N. Теçеттини кунта, хысна хисеплекен теçеттин пекех, 2400 куç хисепленет. || Стекло (звено) в окне. Шибач. Богдашк. Пупин чӳречисене чулпала веç персе çĕмĕрсе пĕтерчĕ (разбил); вуникĕ куç шăтăк ларат халь те. Тим. † Вуникĕ куçлă шура курнитса, ял илемне çав кӳрет. || Пузырь (водяной). КС. || Ячея, macula (сети). || Ячейка (сота). || Устье? N. Çавал куçĕ. || Водяная жила. N. † Кăвак юман, шур юман сивĕ çăлăн куçĕнче. || Глубокое место (сомн.); полынья? Слеп. Атăл куç — тарăн вырăн. Ib. Атăл куçсем питĕрĕнсе лариман-ха (шăтăк полать куç пак).
хура куç
черноглазая красавица. П. Пинерь. † Улача кĕпе ултă куç, мĕшĕн йĕрен, хура куç? || Назв. рыбы. N. Хора коç — пулă ячĕ.
куçлă
с глазами; зрячий; с клетками (ткань), с ячеями. Собр. † Уй куçлă, тееççĕ; уй çиç куçлă мар, Марфа та куçлă. Б. Олг. Кошак куçĕ пек коак куçлă вăл çын. Юрк. Çав вăхăтра вăл ырринчен-усаллинчен, пурринчен-çуккинчен, айăплинчен-айăпсăрринчен, куçлинчен-суккăрринчен-пуринчен те тĕрлĕ майпа хăне валли взятка илнĕ, Хурамал. Куçлă-куçлă читсă (ситец решоткой). ЧП. Вĕт-вĕт куçлă улача Ал. цв. 28. Хаклă йышши чул куçлă ылттăн тенкел. Дик. леб. 39. Хулăран куçлă хутаç çыхнă. Пазух. Вуник куçлă çăлă, ай, варрине вуник улма-йывăç ларттартăм. К.-Кушки. † Пасар чĕнтер — шурă чĕнтер, эп илесси вĕт куçлă. Альш. Тетелĕ виçĕ хутлă пулать, çилĕм евĕрлех, анчах пĕчĕкçĕ: варринчи вĕтĕ куçлă, икĕ енчи шултăрарах.
куçлă кутан
назв. раст. phIomis L. tuberosa L., зопник клубненосный. Рак. Куçлă кутан, назв. двух растений из семейства губоцветных; одно из них с белыми, другое с синими цветами. Н. Карм. Куçлă кутан ( = тат. кӳзлi ут). К.-Кушки. Кам вырмĕччĕ çав тырра, куçлă кутан чикет-çке. ТММ. Куçлă кутан — ĕммелли курăк. Н. Седяк. Куçлă кутан — ана çинче, йĕплĕ, вăрри хура, çуртыррипе ӳсет. N. † Сирĕн тыррăрсене вырăттăм, куçлă кутансенчен хăратăп. Нюш-к. Куçлă кутан (qaleopsis; цветы белые и желтоватые). Башк. Куçлă кутан, «зября» (так!).
куçран кай
исчезать с поля зрения. Чураль-к. † Çак яла килтĕм те, ни сар хĕр çук, сар хĕр çук, хура хĕр куçран каймарĕ.
куççуль
(с'ул), куç-çулĕ, куç-çулли, куç-çол, (кус'-с'ол), коç-çоль (кос'-с'ол), куç-çӳлли, куç-çӳл, куçшуль, куç-шӳл, куç-çилли', слеза (-ы). Н. Карм. † Пĕрлĕхен пек хĕрлĕ питĕмсене хурлăхан пек хура куççуль хуратрĕ (здесь «хура» относится к «куç»?). СПВВ. Куç-çул, куç-шӳл. Карсун. Куç-çоль, слеза. Ал. цв. 11. Хăйĕн вĕри куççулĕне (= куç-çулне) тăкать. Ст. Чек. Шыв, куççуль пек, тăп тăрă, тет. N. Çын куççулĕ çĕре ӳкмест. N. Ватă çын, кăмака хыçĕнче ларнă чухне, кинĕпе ывăлĕ, сĕтел хушшинче тĕрлĕрен çимĕç çинине кура, час-часах куççулĕсене шăлкаланă. Самар. † Эсĕ çакăнтан кайса пырсан, тухаймĕ-ши сирĕн куç-çӳлĕ. ТММ. Атте-анне куççулĕ çĕре ӳкмест. N. Куç-çӳлли тухнă. N. Куçран çапакан куççуль кăларать, чĕрене амантакан хуйхă хускатать. N. Эпĕ килтен тохса кайнă чох, пĕр куççуль те кăлармарăм (не проронил ни слезинки). N. Куçран куç-çӳлли анчĕ (потекли).
куç чĕлхи
заклинание от сглаза. Ст. Чек. Куç чĕлхи. Турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче çитмĕл те çичĕ тĕслĕ чĕлхе çинче, хура вăрман варринчи хура çĕлене хăçан куçпа хĕстерсе илĕн, çавăн чухне куç ӳктĕр. (Лаша çине, хăт çынна, хăт мĕне, кăмпапа тĕтĕрсен те, ахаль вĕрсен те, çапла калаççĕ). Курм. Хăнтăр çине хăнча хаярлă ӳкет, çан чоне тин ӳктĕр ман çине коç. Калта çине хăнча хаярлă коç пăхса ӳккĕр, çан чоне тин ӳктĕр. Шапа çине хăнча хаярлă коç ӳккĕр, çан чоне тин хаярлă коç ӳктĕр. (Из «коç чĕлхи»).
куç харши
(-жи), бровь (-и). Орау. Куç харшинчи тĕксем ӳссе пĕтĕçнĕ: куç харшисем çамки урлах такăш хăрăм сĕрнĕ пек (= брови срослись). Ib. Паян авăн çапнă çĕрте куç харшине тăпач тиврĕ те, тем чул юн юххăр. Н. Карм. † Хура шĕлепкесен симĕс ленте, куç харшине (на брови) лартни илемлĕ. N. Куç харши кĕçĕтсен çынтан вăтанат, теççĕ. || Ресницы? Ун куç харши пит вăрăм.
куç хури
коç хори, зрачок. Чăв-к. † Хамр тăвансене курасшăн икĕ куçăм хурине тилмĕртрĕм. || Радужная оболочка. Изамб. Т. Сред. Юм. Куç хôри тесе, куç шăрши йĕри-тара пôлакан хорине калаççĕ. ЧП. Куç хурисем хура.
куç хĕрри
край глаза. N. Вара куçĕ хĕрринче шурă илни кайнă та, ывăлне курнă вăл. Никит. † Хура хĕртен иртнĕ чух куç хĕррипе пăхса ирт.
куçшуль
куçшулĕ, слезы. Абыз. Собр. Ылтăн виттĕр те куçшуль юхат, теççĕ. ЙФН. Хура куçшульпе макăрса юлчĕ (жена). КС. Кушшуль = куççуль, слезы. Ст. Яха-к. Куçшулĕ, слезы.
куç шурри
коç шорри, белок глаза. Юрк. Куç шуррисем темĕн пысăкĕш, шап-шурă. Сятра. Коç шуррине кăтартса (вылупив зенки, напр. бранится).
куç
(кус'), передвинуться, переселиться, переходить с места на место, переместиться. Юрк. Чĕмпĕртен кайнăранпа виççĕмĕш вырăна (должность) куçрăм. Ib. † Укçи мĕн тарăн пулсассăн, курки куçса пырат-çке. Ib. † Эпир чĕнсен, хăр (= хăвăр) пытăр, шурă çăмарта пек куçайса (надо: кусайса?). Ск. и пред. 37. Мăн шыв хумĕсем кулса куçаççĕ, симĕс курăкпа пăшăлтатаççĕ. Çутт. 53. Кĕркунне пулсан, стантсă пасарне тырă, пахча çимĕç, утă-улăм куçать (привозятся во множестве). Пролей Каша. Чĕри куçнă. Сердце сдвинулось с места (от испуга; дело окончилось смертью). N. † Çӳлте çăлтăр миçе-ши? пăхмассерен куçмасть-ши? Орау. Пăр ку енне куçса килнĕ. Лед прибило к этому берегу. Ib. Кимĕ çинче иккĕн пĕр-пĕрин вырăнне куçса ларма (пересаживаться) тытăннă та, кимми темĕскерле ӳпеленсе кайса, кăсем шыва кайнă. Ib. Тепĕр вакун çине куçса лармалла илтĕм. Я взял билет с пересадкой на другой вагон. Ib. Халăх куçса çӳрет (снуют). Сред. Юм. Ачипчи-мĕнĕпех куçса килнĕ. Приехал (или пришел) со всеми детьми. Календ. 1907. Çĕнĕ çĕре куçнин чи хĕрӳ вăхăтĕнче те, халăх Çĕпĕре чи вăйлă куçнă вăхăтра (1895 çулта) çулсерен 200 пин çынтан ытла куçман. Ал. цв., 5. Ăна хăй умĕнчи йывăçсем куçса ларнă пек, çăра йывăç тĕмĕсем уçăлса тăнă пек туйăнса пырать. Альш. Элшел куçат вара Пукрава («ярмăнккана каяс» тессине «Пукрава каяс» теççĕ, çаплах). N. Çар шутсăр куçат, нимĕн майĕ çук. || Развалиться, сползать. Тюрл. Вăт шаршăнĕ куçса кайрĕ (развалилась). N. Çĕр чĕтĕренипе нумай çуртсем куçса пĕтнĕ. КС. Çĕр куçса анать (сползает). Альш. Вăл карта (ограда) çĕрсе, куçса пĕтнĕ. Кан. Çыран куçса хăпарнă вырăнта пылчăка ларасран кĕпер тума тытăннăччĕ. || Наполняться водой? Юрк. Варсем куçа пуçларĕç.
куçарттар
понуд. ф. от гл. куçар. Юрк. -† Ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнассине çыртарар-и шурă хут çине. Паян курса, ыран уйăрăлас пулсан, куçарттарар кăвак хут çине.
Куçинкки
от русск. Кузенька (уменьш. от «Кузьма»). Ст. Чек. Куçма Куçинкки, хура лаша вăрлакан, вăрман урлă таракан!
кутăн
котăн (-ды̆н), задом, задом наперед, шиворот на выворот. Орау. Пĕренесене кутăн турттараççĕ: тăррине çуна çине хураççĕ, кучĕ çĕтĕрнсе пырать. Шарбаш. Иопа таврашне котăн ан лартăр: лайăх мар. (Поверье). N. Ачи кутăн тухнă. N. Çĕклесе тухаççĕ кутăн (покойника): урисене малтан, пуçне кайран. Шурăм-п. Пăрахса (жертвенные кушанья) тавăрăннă чухне кутăн утса килтĕмĕр. Изамб. Т. Камăн çăпати кутăн ӳкет, ул вилессине пĕлтерет. (Гаданье). Альш. Кусем çав хĕре йăтнă маййăнах ктăн тытса, кĕрӳшĕ, пĕтĕм туй халăхĕ, çав каччи ашшĕ-амăшĕ умне пырса тăраççĕ — пуççапаççĕ. Изамб. Т. Пурăнăç пĕр кутăн кая пуçласан, ялан сиен куратăн. К.-Кушки. Кутăн çуралнă (вперед ногами; говорят и упрямому). КС. Урапине кутăн çавăрса лартнă (повернул задом). Ib. Кутăн утса çӳрет. Ходит на руках. Вил-йăли. Пуçĕ панчи вĕçне каялла тавăрса, ун ăшне пĕр кĕпепе пĕр йем минтер пек çĕлеççĕ, çĕлеме те кутăн çĕлеççĕ. Образцы. Астăвăр-ха, Чакă, ай, ачисем, çăпатине кутăн сырман-и? N. Чăвашсем, юмăç хушнă тăрăх, тăшманĕсене усал тăвасшăн вĕсен ячĕпе турă умне кутăн (вверх ногами) çурта лартаççĕ. ЧС. Юмăç карчăк пĕр кĕпене кутăн çаннисенчен урисене тăхăнса ячĕ. К.-Кушки. Эп пӳртрен кутăн тухрăм. Я вышел из избы задом. N. Мур шăрши!... Ăсĕ пур!... Хытнă çăкăр татăкне кутăн сĕтĕрет шăтăк патнелле! (к норе). N. Котăн отать. Идет задом. N. Котăн тăрать. Стоит нижним концом вверх. Чхĕйп. Кутăн ĕçе карăм (по обьяснению КС ходил по необыкновенному делу, т. е. хоронить покойника, так как на похоронах, все делается шиворот-навыворот; напр., умершего одевают наопако и даже самые песни поются тогда иначе). См. тинсĕр-ханкăр. || Назад, обратно. N. Кутăн шыра. Разыщи (пропавшее на почте письмо). Тăв. 38. Вĕсенчен те вĕренӳ пулсан, тĕнче тепĕр май çаврăнĕ, хĕвел те кутăн тухĕ. Вĕлле хурчĕ 20. Çаплах та ирĕксĕр уйăрăлсан, амăшне тытса юлса, хурчĕсене кутăн вĕллене ярас пулать. Ib. Уя ĕçлеме кайнă хуртсем кутăн таврăнаççĕ те, çĕнĕ вĕлленĕ кĕрсе кăяççĕ. Бигильд. Çапа пĕлмен ал-ура хăйнех кутăн лекнĕ, тет. (Послов.). М. Васильев. Наччальник тавраш пырсан та, котăн тараç. Шурăм-п. № 23. Вăрă леш тĕнчере вăрланине кутăн хуçине памалла. ЧС. Пирĕн ялта пасар пулат; пасара выльăх-мĕн сутма илсе килсен, е аш-мĕн, е çу-мĕн илсе килсен, пасара кӳртмесĕр, кутăн хăваласа янă (прогоняли), тет. N. Çак сăмаха вола котăн (читай назад, в обратном порядке; напр., çара — араç и т. п.). ЧП. Урама кутăн (задом на улицу) пӳрт лартрăм, вуникĕ кусуй кастартăм. Альш. † Елшел урам — аслă урам, урама кутăн пӳрчĕсем (окнами во двор). К.-Кушки. Кутăн пырап. Иду задом (т. е. противно обычному ходу). Чув. пр. о пог. 17. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çăмăр пулать. Если солнце, заслоненное облаками, освещает отраженным светом к востоку, то быть дождю. Календ. 1904. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çумăр е çил пулать. Сред. Юм. 'Котăн хĕвел'. Пĕлĕтлĕ кон хĕвел, пĕлĕт айĕнчен корнмасăр, пĕлĕт çине ӳксе çав пĕлĕт çинчен çутă корăннине калаççĕ (отражение света солнца с облаков в облачный день. (Срв. Бгтр. Хĕвел, пĕлт айĕнчен тохса, анса ларнă чох пăхсан, çомăр полать). || Вверх ногами. Орау. Мачча çумăнче шăнасам пак кутăн утса çӳреççĕ. (Сказка). N. Вĕрен тăрăх икĕ чалăш хăпарса, кутăн анатпăр. Тораево. Улпутсам çитрĕç, тет те, Сохрон кутăн çакăнса тăрат, тет. Орау. Шăтăкпа вĕрен тăрăх ансан-ансан, тепĕр патшалăх пур, тет. Унта çынсем, эпир мачча çумăнче çакăнса тăнă пек, кутăн çакăнса утса çӳреççĕ, тет. Шăтăкран çĕре ансан, пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайнă, тет, ку: ку аялта тăрать, тет, лешсем мачча çуммĕнче (так!) çыпçăнса, утса çӳреççĕ, тет; çӳçĕсем аялалла усăнса çӳреççĕ, тет. (Сказка). Çĕнтерчĕ 30. Эпир япаласене пытарнине эсĕ кама та пулин пĕлтерсен, сана кутăн çакатăп (повешу)! Кан. Хамăр япăх ĕçленине курса, кутăн выртса услама çапаççĕ. Якейк. Эп шăва (= шыва) кĕнĕ чох яланах пĕве пуçĕнчен (с плотины) котăн сикетĕп (головою вниз). N. Кутăн тăрăнчĕ. Ткнулась вниз головой? См. кача. Г. А. Отрыв. Шĕвĕр тĕплĕ тимĕр витрене кутăн лартнă евĕрлĕ пуç çинче ларса пынă (çĕлĕк). || Неудачно. Paas. Ĕç кутăн пычĕ (шло). || Упрямый; упрямец. Якейк. Кутăн, человек злого, придирчивого характера. Ib. Эп онашкал котăн çын нихçан та корман. Ib. Котăн çын, тесе, ялпӳçсене калаççĕ (деревенских кулаков). Юрк. Арăмĕ хăй пеккиех наян япала пулат, кутăнскер; хуняамăшĕ ĕçе хушсан, питех итлемес. Кан. Эрехшĕн, кутăн, виçĕ кун хушши çакăнса тăма хатĕр. Кильд. Арçынĕ (муж) кутăнтарах, ял çинче çӳрекен çын пулнă вăл («кутăн» противоположно «лăпкă», «кунĕ»). П. И. Орл. Кутăн йысна шурă кĕпе тăхăннă, янахи айĕ маччана тивет. (Кăмака). Изамб. Т. Йытă та: тух, тесен, тухат, эсĕ йытăран та кутăн. Сет-к. Котăн — драчун, забияка. Череп. Кутăн, упрямый, кляузник. Собр. Кутăна кутăн пуçлăхĕ, наяна наян пуçлăхĕ кутран вуникĕ вĕçлĕ нухайккипе çаптарат, теççĕ. (Послов.). N. Котăн çын, любящий тягаться, сутяга, дерзкий, придирчивый; кому нельзя давать в долг. || Упрямство. Ала 30°. † Манăн упăшка пуласси кăтьăр кăтра çеç пулчĕ, кăтрисерен кутăн пур. || Притворство. См. кутăна пер.
кучченеç
(-ч'ч'эн'эс), гостинец(-цы); сласти; подарок. Тюрл. Арçын ачисем, кам çитерес килекенĕ, хĕрсене кучченеç çитереççĕ. Выла. Хăнисем вара сăрасемпе кучченеçĕсемпе пыраççĕ. Кучченеçĕсене икерч, чăкăт илсе пыраççĕ. (Микун). Байгул. Тута кĕçĕтсен, кучченеç çиет, тет. Ib. Кучченеç — всякое приношение со стороны родни, в виде лепешек и пр. (хăпарту, пашалу, кукли, пӳремечĕ). Ск. и пред. 33. Пырса курăнтăр анчах, пирĕн ун валли кучченеç виçĕм çулхиех пур-ха. N. Сĕтеле хыпалама тытăнтăм, кучченеç пĕр чĕлĕ касса илтĕм те, çисе ятăм. N. Ачи ашшĕсем пынă çĕре хĕр ашшĕсем те сăра туса, кучченеç пĕçерсе, пӳртсене çуса, карташсене тасатса хураççĕ. Ст. Чек. Пике валли кучченеçе картламасем, пурçăн туттăрсем исе килнĕ, тет, тетĕшсем. Альш. Пирĕн чăвашăн хăнаран кучченеç чиксе яраççĕ киле. Ăна вара лешсем, тавăрăнсан, çĕçĕпе касмасăр, алăпа хуçа-хуçа, малтан, «ваттисене» асăнса тин çимелле килте. Етрух. Сăра çме (= ĕçме) чĕнсен вара, арăмĕпе упăшки тумланса кучченеçпе каяççĕ. Сунчел. † Шурă перчетке сарă хĕрĕн кучченеçĕ; эпир атте-аннен кучченеçĕ. N. Хĕр панă чухне. Кучченеç леçсен'. Кĕрĕк тăхăнса, пурте, пӳрт тулли çын, ура çине тăрса, кĕлтăваççĕ «хамăр чĕлхепе». Хĕр ашшĕ, çĕлĕк илсе, алăк уçса пуççапат турра. Унтан кучченеçе çиеççĕ. N. Çавсене пурне те, тĕрлĕрен, кучченеçе илсе кайăр çав пуçлăх валли. || Взятка. Амалăх-Кипеней. Орау. Кучченеçе вĕреннĕ. Привык к взяткам.
кӳл
(к'ӳл'), впрягать, запрягать. ТММ. Ватă лашана шанса кӳлеççĕ. Якейк. Вăл хора лашине орапая кӳлчĕ, сар лашине çатан еçчĕке кӳлчĕ. Изамб. Т. Унăн ывăлĕ, лашине урапаран тăварса, сухапуç кӳлчĕ. Янорс. Эп ура сырса пĕтереччен, атте лаша кӳлсе пĕтернĕ. N. Плука пирĕн пар лаша кӳлеççĕ. Изванк. Унтан вара тăватă урапана виçшер лаша кӳлчĕç. М. Васильев. Онтан лашине кӳлсе тăратать те.... Коракыш. † Пăхăр турта кăмăльне хура пĕкĕ кӳлтĕмĕр. || Обмануть, «обуть». || В перен. см. — заставлять работать. Орау. Сам. 79. Çакскер вăйне кӳлет те (собравшись силой, употребив усилие), тухать утать вăрмана.
кӳл
(кӳл', к'ӳл), озеро. См. кӳлĕ. ЧП. Пӳрт умĕнче çавра кӳл, пилĕк пуслăх кĕмĕл ятăм. Собр. † Пурçăн карта варрине тăваткăл кӳл чавар-и. N. † Кăркка чĕппи çейремре, кăвакал чĕппи кӳлĕмре. Альш. † Шурă аккăшсем каяççĕ: ушкăнпа, çаврака кӳлсене шыраса.
кӳлетке
(-л'эткэ), то же, что кĕлетке. Тобурданово. Ку лашан кӳлетки аван. Фигура этой лошади хороша. N. Çывăхра çын пулсан, çынна таçта ватса ывăтса ярать (снаряд), çыннăн ним кӳлетки те юлмас. А. Турх. Кӳлетке — картина, образ, рисунок, портрет, а также «и в смысле того, что человек очень слаб». Янтик. Сухан йăранĕсем çине: кураксем, чăхсем, сухана (лук) чавса ан пĕтерччĕр, тесе çĕтĕк сăкманпа е кипкепе, çын кӳлетки (чучело) тăваççĕ. Ib. Çемçе юр çине выртсан çын йĕрри пулса юлат, çавна пирĕн кӳлетке (отпечаток) теççĕ. Ib. Кӳлетке — туловище. N. Эпĕ сирĕн патра виçĕ тĕрлĕ кӳлетке (три портрета) ӳкерсе ятăм; çавсене илейтĕр-ши эсир? N. † Пус кутĕнчи хура хур чысти çăхан кӳлетки; Таяпасен хĕрĕсем чысти шуйттан кӳлетки (совершенное подобие чорта).
кӳне
(?), неизв. сл. N. † Пирĕн атте-анне çурт пуçĕ, пичче-инке çурт кӳни. Юрк. † Аслă çулпа аслă апус килет, тимĕр-кăвак учĕ çул пуçĕ, йĕпкĕн хура учĕ çул кӳни (scr. кӳпи). Пирĕн атте-анне çурт пуçĕ, пиччепе инке çурт кӳни.
кӳп
сытый? Т. VI. 63. Ялăм-йышăм кĕр пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кӳп пултăр; униче карти пит (крепкая) пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр! Хура çĕртен ким юхат!
кӳпке
(-кэ), бить, тузить. Альш. Эй, ăна çурăмĕнчен хытă кӳпкерĕм (ударил несколько раз, со звуком). Кĕвĕсем. † Хура лутра хĕрсене айне вĕт чул сарас та, çине ашăк витес те, кӳпке-кӳпке (колотя их) çывăртас! Изамб. Т. Ан кăчкăр, кӳпкесе пăрахăп! (а то отдую). Янтик. Паян пасарта усламăçсем пĕр вăрра тытрĕç те, ну хытă кӳпкерĕç. || Пробирать кого-либо (сильно критиковать его деятельность). Трхбл.
кӳрт
(кӳрт, к'ӳрт', Пшкрт: кӧрт), вводить, впускать; вносить. Изамб. Т. Эпĕ, ирхине тăрсан, вут хутап; ĕнене кӳртсе сăватăп. С. Дув. Ку, Яхути, упăтине кӳртет (в избу); кӳртсен: хăнана çиме лартас, карчăксем! тет. || Занести, внестн. Тогаево. Онтан лашасене шăвартăмăр та, витрине кӳртсе патăмăр (отнесли в избу и отдали). N. Çăкăрне калла кӳртсе хума хушнă. || Свозить в помещение. Сред. Юм. Кĕлтене çын итемне кӳртрĕмĕр. Снопы ввезли на чужое гумно. N. Пĕркунтарах паранкă кăларса пĕçерсе çиеттĕмĕрччĕ, халĕ паранкăсене кӳртсе пĕтернĕ. || Поместить. ГТТ. Ун çинчен (об этом) ӳлмĕрен çырăп-и-ха сире, е хам «описание» çине кӳртĕп-и. Юрк. Çак кĕнекене кӳртнĕ такмака каларăм (произнёс). Орау. Вуттине (дрова) ик çĕклеме кӳртне (принесла за два раза, разделив на двое). Ib. Ута (сено) ик çунанах кӳртсе килтĕмĕр (поместив всего навсего на два воза). Богдашк. Ку çынни: катки пысăкчĕ те, çирĕм пăта вунпилĕк пăта кӳртсе килтĕм, тесе каларĕ, тет. || Прибавлять (при тканье). Альш. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă çип кӳртнĕ (о штанах, йĕм). || Взять в услужение, принять на службу и т. п. Панклеи. Тавтапуç сана, хоçа, мана кӳртнĕшĕн (говорит работник. Сказка). Юрк. Чыканĕ, пĕр шухăшласа тăмасăрах: мана патшана кӳртсен (если бы меня сделали царем), эпĕ пĕр çĕр тенкĕ укçине вăрлăттăм та, тарăттăм, тесе кăларĕ, тет. || Вывести (в люди). Баран. 30. Хуçа Пракахвие каланă: хăвар ачана ман патма, эпĕ ăна тумлантарăп, вĕрентсе, çын çине кӳртĕп; кайран, май килсен хăй те хуçана тухĕ, тенĕ. || Принять. N. Атя школа, мана ӳччиттĕл кӳртес мар, тет. Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртме пуçлаççĕ. || Зачитывать (в уплату). N. Ун тăхăр тенки çинчен тăватă тенкĕ кӳртетĕп. N. Çав укçана кӳртсе хăвартăм эп (или: тытса юлтăм). Я зачел эти деньги в счет долга. || Внести в уплату за... N. Сан икĕ тенкĕ укçана куланай çине ямарĕç. Çаран пачĕç те, эпĕ çаран илтĕм те, çанта кӳртрĕм. || Выигрывать (в игре). N. Эпĕ пилĕк мĕтеç кӳртрĕм. N. Эпир укçалла выляса (играя в орлянку) виç тенкĕ кӳртрĕмĕр.
кăвак
(кы̆вак, квак, коак), синий; сизый; серый; голубой. Ск. и пред. Пасар кăвак йĕмĕ. Ачач. 82. Чӳречисене кăвакпа сăрланă (у дома), карнисĕсене пит капăр эрешлесе пĕтернĕ. Синьял. Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Ib. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак тĕтри, карĕ вăрман тăршшĕпе. С.-Устье. Кайăр кунтан, кăвак кĕреçесем! Ядр. † Кăвак-кăвак кăвакарчăн, йăви тавра çавăрнат, икĕ çунатне шарт çапать: пĕр çăмарти çук, тиет. Образцы. Кăвак кăвакарчăнăн кăвакĕ çук, шурă кăвакалăн тĕпекĕ çук. Ала 60°. Кăваках канторне те кĕрсе тăрсан, авкалантăм хура та çĕлен пек. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çинчи кăвак юман. Собр. Кавак хирте кĕмĕл выртать (пĕлĕтсем). Чăв.-к. † Вăрман хĕррисенче кăвак пылчăк, кĕпер хывса каçса пулмарĕ. М. Чолл. Иван çавăрăнса пăхать — кăвак кашкăр (серый волк). ЧП. Аслă çул хĕррисем кăвак чечек, çулаймарăм кăвакки (синие лепестки) тăкăниччен. Микушк. † Кăвакарчăн кăвак, чĕкеç хура. Эсир (= ты) лайăх, эпир (= я) начар — эпĕ тăраймăп сирĕн умăнта (так!). N. Кăвак сурăх кĕрте ларĕ. (Сĕрĕм тини, т. е. тивни). || Сивый. Образцы 40. Кăвак-кăвак лаша та, кăтра çилхе, тураса йĕс тура витмерĕ. Ала 65. † Кăвакран кушма пустартăм, витеймерĕм кăвак утма. Альш. Вăл чӳке ялан кăвак лаша пусаççĕ. || Седой. N. Пĕр кăвак сухаллă ватă ăстарик. Ск. и пред. Кăвак ватă карчăк. М. Тув. † Кăвак пуçлă атийăм кăвакарнă укçипа кăвак лаша илсе пач (= пачĕ) пире туя парса яч, туй илемне кӳресшĕн. Кĕвĕсем. Шурти, шурта шур лаша та, шурă та пулсан, кăвак юртат. (Смысл м. б такой: «хоть и белая, а рысит по-сиврму», т. е. как сивая). С. Тим. † Хапха умĕнче кăвак пăр, ирĕлмессĕн сунатрам? || Зеленый (в перен. см.). Иштерек. Эсĕ кăвак-ха, ним те корман. Ты еще зелен (т. е. молод), ничего не видал. (Так обыкновенно говорят взрослые молодым, желая подчеркнуть их молодость и неопытность. В остальных случаях употребление «кăвак» в зн. «зеленый» неизв.).
тимĕр-кăвак
темно-сивой масти. ЧП. Хура тимĕр-кăвак лаша (темно-сивая с чернотою).
кăвак ярăмлă
с синими полосками. ПВЧ. 104. Кăвак ярăмлă шурă пир, унăн кăвак ярăм(ĕ) урлăлла. Белое полотно с синими полосками, его синие полоски — поперек.
кăвак йĕм
синие штаны (иногда с белыми полосками). Альш. Кăвак йĕм: кăвак çинчен иккĕ юнашарах шурă.
кăвак вут
синий огонь. Кн. для чт. 9. Çĕр çинчи шурă юр кăвак вут пек йăлтăртатать.
кăвак куç
голубоглазый. Юрк. † Шурă хĕр, теççĕ; кăвак куç, теççĕ; кăтра çӳç, теççĕ. Хора-к. † Мĕн пăхат(ăн), кăвак куç: мана илет, тиятни? Эп аланни виç-тват çол, ачи-пăчи çич-саккăр, атти текен пĕри та (= те) çок; эпĕ сана илес çок, эсĕ мана пырас çок.
кăвак хуппи
какое-то внезапное, яркое световое явление, изредка наблюдаемое по ночам. Изамб. Т. Пĕлĕт уçăлса хупăнать, теççĕ, ул çĕрле пулат. Кăвак хуппи куртăм (особый свет). Ск. и пред. 16. Сасартăках кăвак хуппи уçăлать те хупăнать, çутă çанталăк çутăлать. Нюш-к. Кăвак хуппи ялтăр уçăлса каять, теççĕ, çав кăвак хуппи уçăлнă вахăтра çие юлнă арăмсем (беременные), çуралас ачисем хуть те мĕлле çын пултăр, тесен те, каланă пек пулать, теççĕ. КС. Кăвак хуппи йăл-ял уçăлса каять. (Летом голубого цвета, зимою — светлого). Ун чухне çӳлтен чул ӳкет, тесе калаççĕ. Бел. Гора. † Кăвак хуппи хупăнчĕ, çутă çанталăк çутăлчĕ. Собр. † Çийăм тулли кăвак хыс, сире халал тăвас çук, кăвак хуппи пултăрри! (пусть обратится в...). НИП. Кăвак хуппи уçăлсассăн кирек мĕн ытсассăн та, сана пулат, теççĕ, каласа ĕлкĕрсен, хупăначчен. Кăвак хуппи уçăлсассăн, кăнтăрлахинчен те çутă (светлее, чем днем) пулат, теççĕ; çĕрти çӳппи-йĕппи пĕтĕмпе курăнат, теççĕ. N. Вăл кăвак хуппи ирхĕне çурăмпуç килес уммĕн курăнат, тет. Вăл сасартăк симĕсĕн-кăвакăн ялтăртатса, çиçĕм çиçнĕ евĕрлĕ, курăнат, тет; анчах пит час пĕтет, тет; ăна куракан çын, пĕтиччен, мĕн те пулин кĕлесе ĕлкĕрсен, вăл кĕлени пурте пулат, тет. Ст. Чек. Кăвак хуппи (кăвакпа шурă). N. Кăвак хуппи пулчĕ. И. С. Степ. Кăвак хуппи уçăлат. Появляется северное сияние (толкование неверно!). См. шуç хуппи. См. Магн. М. 63, 246. || Назв. божества. Рус. Альш. Кăвак хуппине кăвак хурпа чӳклес, теççĕ. Жертв. т. Кăвак хуппине хур. Панклеи. Тилĕ ларчĕ йомăç пăхма. Солкаланать-солкаланать те: опа мочи! сан ĕçĕ нумай мар-ĕç, тет, кăвак хоппине кăвак така кирлă (= кирлĕ), тет (чтобы вылечить медвежат). Т. VI 7. Кăвак хуппи амăшĕ, кăвак хуппи. См. Paas 71.
кукша кăвакал
порода уток. Альш. Тата тепĕр тĕслине кукша кăвăкал теççĕ. Вăл хура сĕмлĕ пулать. Анчах унăн сăмси тăрринче темĕн шурри пур: кукша (çутă) пуçлă çын пек курăнать. Çавăнпа çапла каланă ăна.
кăк
(кŏк, кы̆к), корень; комель. Б. Нигыши. † Пирĕн килеми пит куннĕ (так!): суса сухан ларттарать. Пĕр кăк (луковица) çухалсан, мĕн курас? (Свад. песня, намекающая на строгий, злой нрав свекрови). N. † Пĕр кок (так!) сохань пĕр котра. Якейк. Эпĕр кăçал апат пĕçерме ик-виç кăк (2-3 куста картофеля) анчах кăлараппăр. Ик виç кăкран кăларнă омма (картофель) апат тума çитет. Ib. Пирĕн анкартинче кăк кăлармалисам пор-ха (есть корни, которые надо выкорчевать). Кан. Вĕсен те 500 кăк лартнисен кăçалах пĕрер пăт хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось). Букв. 1904. Чи кăкĕ патĕнчех (у самого корня) унăн çавракăшĕ (в обхвате) темиçе хăлаç пулать (у дуба). || Выкорчеванное дерево(-вья) КС. Кăк тияма карăмăр. || Корчеванье. Кĕвĕсем. Хура лутра ачасене ир тăрас та, кăк патне! (на корчеванье). Зап. ВНО. Кăк; кĕк тупан (полоз из корня). || Основание некоторых органов. КС. Хул кăкĕ. (чит. кŏк'), плечо и подмышка. Зап. ВНО. Ура кăкĕ. Скотолеч. 12. Унтан çав чустана пĕр татăк татса илсе çăнăхпа йăвалас пулать те, лаша чĕлхи кăкне (тĕпне) хурас пулать. Пшкрт: хы̆лђа кы̆кн'а (за ухом) пы̆д'и (клещ) ларза. СПВВ. Кăк; кăкла: кăк кăклас; пĕç кăкĕ, || Пшкрт: с'ырма кы̆ђы̆, верховье. || Устье оврага? Ярмушка-к. Услăх çырми кăкĕ Кăканар çырмине тухнă çĕртре. || Происхождение. Г. А. Отрыв. Элмен (назв. селения) мĕнтен тухса кайнă (унăн тĕп кăкĕ).
кăкшим
(кы̆кшим), кувшин. БАБ. Т. II Загадки. Хура така шыва анать. (Кăкшим). N. Кăкшимсемпе, лакăмсемпе сăра илеççĕ. Ст. Чек. Кăкшимне кура пăкки, арăмне кура упăшки. (Послов.). Ib. Кăкшим çăварĕ (отверстие). || Назв. сел. Ст. Чек. Дивей (ахăр хай пуссине пулĕ) Кăкшим ялĕнчен тата Кăшман ялĕнчен кунта куçнă.
кăлкан
(кы̆лган), ковыль перистый, stipa pennata L., Рак., Кайсар. № 20. Кăлкан. Çаранта ӳсет. Рак. Кăлкан —уяра хăпарат, йĕпене лăпчăнат. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тĕм-тĕм кăлкан, çил ăçталла вĕрнĕ, çавăнталла. Пазух. Эп пыраттăм урампала, пĕр хĕр тухрĕ тухьяпа: çӳçĕ-пуçĕ кăлкан пек, пичĕ-куçĕ хĕвел пек; шăмми-шакки илемлĕ, пĕвĕ-сийĕ хĕп-хĕрлĕ. СПВВ. ИА. † Виçĕ пăт тулă акрăм та, шак кăлкан пусса каяйчĕ; виçĕ ача амăшĕ пултăм та, пĕр пĕччен тăрса юлмалла пулайчĕ. Юрк., Кăлкан пек чăлт шурă старик. N. † Çӳлĕ ту çинче, ай, тĕм кăлкан, кĕмĕл уканăн, ай, курăнать. С. Дув. † Атăл леш аяаккине пӳрт лартрăм, шурă кăлканпала мăкларăм. Баран. 13. Çаран çинчи лăпкă çил шур кăлкана хумхатать. Алешк. † Пĕр çулхи хурăн çурта пек, тăлăх ача, çӳçĕ шурă кăлкан пек. Сунтангул. † Çӳлĕ ту çинче шур кăлкан, çил ăçта вĕрнĕ, çавăнта; ай-хăй, пуçăм, çамрăк пуç, турă ăçта çырнă, унталла. Каша. † Вăрăм, чăрăш тăрринче кăлкан кĕвви калаççĕ. Слеп. Ах, лашаçăм кăлкан пор (лаша ячĕ?).
кăлканлăх
место, богатое ковылем. Н. Лебеж. † Çӳлĕ тăвăн тăррине, шурă кăлканлăх çине. Альш. † Аслă çул тăрăх кăлканлăх, кăлкан тăрри мерченлĕх.
кăмака ăвĕ
шесток. То же, что кăмака умĕ. Качал. Ан кар, Манкар, мăн çăвар! Ан пăх, хура пит, ман пата! (Кăмака ăвĕ).
кăмака тавраш
печь и все, что ее составляет. N. Пăхатăн, ĕлĕкхи çуртсем вырăнне хура юпасемпе кăмака тавраш анчах тăрса юлнă (после пожара).
Кăмаша
(кăмажа) назв. речки: Кумашка. || Назв. селений Кр.-Чет. р. 1) Анатри Кăмаша, 2) Тури Кăмаша (или: Туриял). || Назв. леса. НАК. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă: хăш тĕлтине Хура Кăмаша теççĕ, хăш тĕлтине Хăрнă Кăмаша теççĕ, тата хăш тĕлтине Ульан теççĕ. Çак Хура Кĕсрепе Саланчăк та çав Кăмашанăн пайĕсемех.
кăмăл
(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.
кăмăллăх
милость, щедрость, доброта, добродушие. || Предмет любви. Юрк. † Хура пустав, кĕмĕл тӳме çыруçă ача тумтирлĕх, çинçе пӳлĕ сарă хĕр — çыруçă ача кăмăллăх.
кăмăл тат
обидеть. Шишкин † Ăçта каян, тăван, çĕр хута, ман кăмăла татиса (= татайса)? Ск. и пред. 74. Пырăпăрах, пырăпăр, пымасăрах юлмăпăр! Турă пӳрсен, сывă пулсан, кăмăлăра татмăпăр. N. Хура юлнă çынна тилмĕрнĕ. Çĕртен кăмăлне ан тат. Халăх кăмăлне юрама тăрăш. N. Вара княç (кĕнеç): хăйĕн ывăлин кăмăлне татас мар, тесе, ăна патша хĕрне илме ирĕк панă. N. Вăл йывăр каласа хучĕ те пĕтĕм кăмăлăма татса пăрахрĕ.
кăмăскă
то же, что кăмăска. СПВВ. ЕХ. Кăвас çинче шап-шурă лĕкĕсем пулаççĕ, çавна кăмăскă теççĕ. || «Кислый». А. Турх.
кăмкан
(кы̆мган), кумган (назв. сосуда для мусульм. омовений). См. кункал. ГТТ. Кăмкан пек янтаратса кăшкăрать. Кричит гнусаво (как в кумган). || Рукомойник. Хĕн-хур. Кăмкан панче кирĕк хăçан та пĕр кивĕ кипкерен тунă хап-хура алшăлли çакăнса тăнă. Хурамал. Ăна хупнă пӳртрĕ кăмкан пулнă.
кăмпа
(кŏмба, кы̆мба), гриб. Шибач. Кокша амăшĕнчен итать: вăрмана кăмпа татма каям, тет. СТИК. Части гриба назыв.: кăмпа аври «ножка гриба», кăмпа тăрри или кăмпа шлепки, «шляпка гриба». Якейк. Кăмпа пуçĕ — шляпка гриба; кăмпа тони — ножка гриба. || Головня. Яргуньк. Кăмпа — урпа çинче пулать (хурарах, кăвакрах, хуппи анчах çитĕнсе каять, тĕшши пулмаçть). N. Тулă кăмпаллă пулсан, хăпарту хура пулать. || Гриб на дереве. Шарбаш. || Половой орган коровы. Шарбаш. || Бородавка (Р). Золотн. || Гуньба (налёт во рту у детей). Никит. Ача çăварне кăмпа тохсассăн... || Болезнь телят, от которой они худеют. Пшкрт. Пруа кăмпа полсан, коттăр илнешкел каштăркаланса ларат. Скотолеч. 19. Шыçнине имлемесен, вăл ăшă çанталăкра хăех шăтса юхать; сивĕ çанталăкра хытса ларать те, маклашка пулса юлать (ăна кăмпа теççĕ). || Нарост (шишка) на голове человека. Сятра: чŏмламазы̆р параҥгы̆ с'ŏтсэрзэ т̚э, пос'н'а кŏмба токса ларза. Он проглогил, не разжевавши, картофелину, и у него на голове вырос нарост.
кăнтар
(-дар), понуд. ф от гл. кăн; вытянуть, протянуть, натянуть; торчать. Сред. Юм. Мĕн пуçна кăнтарса тăран ôнта (вытягиваешь?), корман-и-мĕн эсĕ япала? Пазух. Манăн хура çӳçĕм кăтраччĕ, тура пĕлмесĕр те кăнтартăм. Хочаш., Качал. Ыйткалакан (нищий), панине илес тесе, аллине кăнтарать. И. Р. Роман. Аллуна ан кăнтар! теççĕ, пĕри çапма хăтлансан (= рукам воли не давай). Ib. Паракан аллине кăнтарать. Ib. Пуçтаракана, аллине кăнтарса пĕр татăк çăккăр парнĕ (= пачĕ). N. Ленин аллине кăнтарса тăрать (аллине тăсса кăнтарса тăрать, на памятнике). N. Пит вĕриччĕ, патнелле алла кăнтарсан (если вытянешь, протянешь руку), катаранах алла пĕçеретчĕ. Ефремова (Алик. р.) Парас çук-тăк, аллуна мĕн кăнтаран? Сред. Юм. Сăрана ăшă пӳртре лартнă та, кăнтарса янă (у него потерялся хороший вкус; у др. хытарса янă). Альш. Пуса тарасисем кăнтарса тăни курăнать вара (в таком случае) рамран. Шибач. Пир кăнтарса хотăм. ЧП. Варринчи çăл патне (вар. кутне) шур пир кăнтартăм. Чăв. йум. 1924, 55. Амаçури хĕрне пиррине кăнтарнă кумнă чухне йăнăш туса парать. СПВВ. Кăнтарса = кăмтарса. Тайба. † Татăк, татăк улача пĕр кăнтарса тĕртнĕ пек; çакă ялсен хĕрĕсем пĕр хурана кĕнĕ пек. N. Çӳлĕ çĕрте кăнтарса тăракан шĕчĕ (= шăчă) çил вĕрнине чăтаймасть. Альш. Пит çăмарти шăммисем тăраççĕ ик енче кăнтарса (у чуваш). Йуç. такăнт. 34. Аллине кăнтарсах тăрать. Хĕн-хур. 104. Итрен (имя мужч.) кăнтарнă пырать тукшана. Чакка (имя мужч.) чавкăнать çумри хушшалла. || Переносно — положить начало. Тюрл. Паян сохана кăнтарса хорас (надо начать пашню). N. Пӳрт никĕсне хускатнă (= кăнтарнă, т. е. стали делать; ака кăнтарнă (= акана тухнă). Г. А. Отрыв. † Шурă киçипрен (из бумажной пряжи) шурă пир эпĕ кăнтартăм, кăнтартăм та, куçран кăлартăм. Хочаш. Пирĕн çипе (пряжу) сӳре çине карнине кăнтарас теççĕ. || Убить, укокошить (заставить протянуть лытки). || Уговорить. Изамб. Т. Ача йĕне чухне ăна, кăнтарас тесе, япала (что-нибудь) параççĕ; вăл вара кăнат, йĕме чарăнат. Ск.и пред. 72. Атте-анне ухмах çав, мĕн каласа кăнтарас?
кăна
(кы̆на), только; исключительно. СТИК. Ун ячĕ кăна чăваш, пурăнасса вырăсла пурăнат. Он только по имени чувашин, а живет по-русски. Ib. Ку япалана ахальрен кăна, кăтьăр-катьăр тукаласа хунă. Этот предмет сделан очень плохо; только так себе, Ib. Ахальрен кăна кĕрсе тухам, терĕм. Я зашел так, от нечего делать. Ib. Клетки кăна тăрса юлнă. Остались одни кости да кожа. Халапсем. 29. Кувăн аттисем ман урана чух кăна (как раз в пору) пулмалла. Юрк. Хăш чухне тата çавăн пек хăй кăмăлне килнĕ кĕнекесене хăй вуланипе кăна мар, ытти çынсене те вуласа пăхма панă. Ib. Ĕлкĕрсен, эй çиме аван пулат-çке! — темĕн тĕрлĕ тутлă. Ăçтан кăна чăвашсем апла тума вĕреннĕ-ши! Ib. Унта эпĕ шăмăсем кышласа кăна пурăнăтăм (т. е. мне было-бы хорошо). Ib. Епле кăна тыррăмсене выртарса, анкартне кӳртем-ши? Ib. Кăна мĕн кăна тăвам-ши, хай пуçăм тата ырата пуçларĕ-çке? тет, тĕлĕнсе. Ялюха М. Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ (много я видел таких-то; гов. с пренебрежением). Альш. Ку ача ашшĕпе амăшне: çăкăр парăр, тесе кăна тăрат, тет (все просит хлеба). Лешсем ăна касса парса тăраççĕ, тет. Изамб. Т. Хăранипе чĕтĕресе кăна тăтăмăр (во время грома). БАБ. Каçхине çурçĕр тĕлĕнче кăна пырать, тет те, эл алăкĕсене, пырса, шакăртаттаратьчĕ, тет, эл тата etc. || Только что. Землед. Эпĕ чей ĕçсе кăна тăранначчĕ, трактире çынсем пухăна пуçларĕç. Хурамал. Пусас кăна, тенĕ чухне... || Употр. для большего оттенения той или иной черти. N. Лутра кăна хурăн, низенькая березка; хура кăна çын, красивый такой брюнет; пĕчĕкçĕ кăна, малюсенький; çамрăк кăна, молодой такой. (Некоторые слова являются характеристичными для отдельных говоров; напр., понятие исключительности выражается в них различно: анчах — чаще у верховых чуваш, çех, çеç, çих, çиç — у чуваш средней полосы, кăна — у южных, низовых; тулккĕ — у нек. низовых). Юрк. Пĕр начяр кăна пурăнакан чăваш та хăй ачисенчен пĕрне çыру вĕренме ярат. Ib. Малтан пăттин пĕçереççĕ, унтан тиркĕ çине ăссан, çу сапсан, калекпе пит лайăх кăна (как следует) пăтратаççĕ. С. Айб. † Лашана çапрăм лайăх кăна (сильно), старик тăрах юлчĕ! Альш. Вĕсем те Çерçикассийĕн вĕçнерех кăна пурăнаççĕ (ютятся у конца деревни). Никит. Пурне те питĕ кăна (очень даже) йывăр килчĕ (в засуху). || Иногда в песнях, как бы только украшает речь. Кубня. См. ытар. Альш. † Шăнкăр кăна, шанкăр шывсем юхать, шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçет. Ib. † Улма йывăç лас кăна (развесистая): турачĕсем вак кăна. Бел. Гора. † Çеçен те хирте çаврака кӳлĕ, çаврака кӳлĕре тăватă кăвакал; персех илĕттĕм амине кăна, тăкăнса юлĕ мамăкĕ кăна. ЧП. Хура кăна çĕлен эпĕ вĕлертĕм.
Кăнтăслă кӳлĕ
назв. озера около с. Н.-Качеева, б. Спасского у. Макка 66°. Кăнтăслă кӳлĕ тесе, ăна ак мĕншĕн каланă: вăл кул пит тарăн, хура тискер выртать, çавăнпа ăна Кăнтăслă кӳлĕ теççĕ. Срв. тат. кŏндŏз (бобёр).
кăпăр
(кы̆бы̆р), подр. шуршанию материи. Б. Олг. Ай, тет, ку, тет, пир холăм, тет; кăпăртатат, кăпар-кăпăр-кăпăр, тет. Тюрл. Хота тытсан, кăпăртатать (= кăпăр-кăпăр тăвать, т. е. шуршит). Сятра: кŏβŏр! кŏβŏр! силэр'э̆ (о стряхивании одежды в резонирующем пространстве). Срв. лост! лост! || В см. прилаг. ЧП. Кăпăр-кăпăр тумтирне тĕтĕм-сĕрĕм тиврĕ пулĕ (легкую, хорошую; о летней одежде). Якейк. † Кăпăр-кăпăр катан пир, саппанлăх та кирлă (= кирлĕ) мар, шопăрлăх та кирлă мар. || Живо, быстро, скоро. Якейк. Вот кăпăр (очень скоро) çонса пĕттĕр (о сухих дровах). Кушакпа автан, 5. Çийĕнчи хура тумтирне кăпăр-кăпăр хывса пăрахать.
кăпчанкă
(кы̆пц'аҥкы̆), бересклет (назв. кустарника). Н. Карм., А. Турх. Кăпчанкă — пĕчĕккĕ япала. Çырлине çимеççĕ, хĕрлĕ пулать. Йывăççи хуппи хура, шӳрĕ варрисем, хĕç шăлĕсем тăваççĕ; пит пиçĕ. Йывăççи сарă. Ст. Чек. Кăпчанкă йывăç, evonymus verrucosa. Кăпчанкă çырли. Хурамал, Шумерля. Кăпчанкă, бересклет. Слакбаш. Кăпчанкă —куст с рябым стволом; растет в оврагах и долинах. Зап. ВНО. Кăпчанкă, клещовник. Мыслец. Кăпчанкă, «слепокурник» — клещовник. Paas. Кăпчанкă, крушатник. Н. Якушк. Кăпчанкă, назв. кустарника (это не то же, самое, что «ăвăш») Н. Уз. Кăпчанкă; типсессĕн, питĕ якалса каять. Кăпчанкăран çĕрĕ варри тăваççĕ. Сола 182°. † Йывăçран усал кăпчанкă. Пазух. Вăрман илемне мĕн ярать? — Кăпчанкă çулçи, çав ярать.
кăпшанкă
(кŏпшаҥгы̆, кы̆пшаҥгы̆), мокрица. СТИК. СПВВ. Х. Йĕпе таракан, тĕклĕ-кăпшанкă, мукритса; кăпшанкă — названия мокрицы. Зап. ВНО. Кăпшанкă йĕпе çĕрте ĕрчет. Ib. Кăпшанкă пек тапкаланса утатăн! (ходишь вяло, еле-еле) Ib. Çĕрпӳ уесĕнче хăш-хăш çĕрте кăпшанкăна тĕклĕ таракан теççĕ. N. Кăпшанкă (или: тĕклĕ кăпшанкă) — мокрица. См. йĕпе таракан. Шел. П. 62. Хăшин çинче чĕрĕ кăпшанкă чупса пынă пекех курăнать (об узорах). || Сред. Юм. Кăпшанкă — таракан пик хура, хытă çунатлă кайăк (см. Paas. 69). Козыльяр. Кăпшанкă — шывра пурнакан хура вĕçекен кайăк (насекомое); ку кайăк шывсăр порнаймасть. Ст. Чек. Кăпшанкă, 1) мокрица, 2) мелкие черви. || В перен. зн. — франт, хвастун. Кайракла. (Белеб.) Срв. тат. ҡупшы̆.
кăпшăм
кувшин. Сред. Юм. См. кăкшăм. Собр. Хура така шыв ĕçет. (Кăпшăм).
кăранклат
каркать (о вороне). || Ск. и пред. 38. Кăранклатаççĕ хура кураксем (надо: кăраклатаççĕ).
кăранташ
(кы̆рандаш), карандаш. Юрк. Манра пур (которые есть у. меня) кĕнекесене эпĕ хĕрлĕ кăранташпа паллă турăм (отметил). Пазух. Шурă хутне çырасчĕ — кăранташ çук; юррине юрласчĕ, ай, сăвви (слов) çук. Трхбл. † Чӳречĕрсем çинче уртăш йывăç, уртăш йывăç çинче кăранташ. Ĕнтĕ пĕр тантăшçăм, савнă тантăш, хăçан пулăпăр-ши хурăнташ? (породнимся) || Плетёнка (экипаж). Абаш.
кăрăç
(кŏрŏс, кы̆ры̆c), груздь. Мыслец. Шемурша. Кăрăç кăмпи — груздь, тип кăрăç — подгруздок, чăн карăç — груздь. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто был туман, грибов уродится много. Питушк. Юман кăрăçĕ. N. Хытă кăрăç, скрипица и подгруздок. Абыз. Шурă кăрăс, груздь. N. Ăвăс кăрăçĕ, подгруздок. || Фамильное прозвище. Хирле-Сир.
кăрпан
назв. духа. Хурамал. Тата кăрпана тесе, пĕр така асăнчĕç... Çырлах, кăрпан, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр. Çĕре (землю) ан хăрт, тырра-пулла ан типĕт. Сана çул çавăрнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа асăнатпăр. Çырлах, кăрпан, савса панине савса ил! См. Болг. и чув. 120.
кăрт
(кы̆рт), подр. отрывистому, не очень сильному,. однократному дерганью или толчку. КС. Пулă вăлта çиппине кăрт, кăрт, кăрт! турттăрĕ. Эпĕ карт (карт)! туртса кăлартăм. (То же в Сред. Юм). Орау. † Мана пĕр хĕр кăрт тĕртрĕ, кăрт тĕртрĕ те, сахăр пачĕ, эпир уна илес çук. N. Кăрт та тумасть — тапранмасть. Б. Олг. Алăка кăрт тапратрĕ (несколько отворил). Ib. Стӳеле тортс илтĕм (отдёрнул) кăрт! айккалла. ЧП. Хĕрсем чĕри кăрт! турĕ (трепещет от волнения). N. Манăн чĕре савăнните кăрт-кăрт! тăва пуçларĕ. Якейк. Шуйттанан чĕри кăрт-кăрт сикет. Ăна çĕр çинче мĕн те полин тĕлĕнмеле ĕç полассăн туянать. Абыз. † Хура хĕрсем карт сикеç те, кăрт сиксен те, илес çук, эпĕр ялтан илмеле. СТИК. Çывăрма выртрăм та, кăшт тĕлĕрнĕ пек кăна пулса кайнăччĕ, çан çурăм кăрт! сикрĕ (вздрогнул). || ППТ. Пирĕн пĕр пысăкрах çын тупас та, вара кайăпăр; унта вара кăрт та тăвмăпăр («и не дрогнем, не побоимся»), вăл çын чӳклĕ те, пире эсрел пĕрне те тивтермĕ. (Сĕрен). || Еле, с натяжкой. Городище. Ман çĕнĕ тырра çитме çиме кăртрах. || N. Кăрт — «недохватка». Емельк. Кăрта килчĕ = кăшт кĕскерех пулчĕ (пришлось натянуть). Хорачка. Кăрт (кы̆рт), мало. Ib. абат кы̆рт тэ̆л п̚олат.
кăçат
(кы̆з'ат), кăçатă, валенка (-нки). Синьял. Шурă кăçат тăхăнтăм, юри таптаса хуратрĕç. Сред. Юм. Каçат пôтметки, подметка теплых сапог. I. А. Отрыв. † Кăмака умăнчи шурă кăçач — пусма майне пĕлес-ши? Пĕлес-ши те пĕлмес-ши? Ах, ватă çынсем, ырă çынсем! Сурхури майне пĕлетĕр-ши, пĕлместĕр-ши? (Из «сурхури сăввисем»).
кăтик
(кы̆δиык), подр. кудахтанью курицы. Альш. N. † Кăтик те кăтик шур чăхă, çăмарти тĕлне каламас. С. Дув. † Кăтик-кăтик шурă чăхă, çăмарта тума çӳретĕ-çке. Н. Лебеж. † Кăтик-кăтик шур чăхă, йăва тĕлне каламасть. Каламин-ха каламĕ, хура курак курĕ ха, курак кулли пулĕ-ха!
кăтăк
(кы̆ды̆к), подр. кудахтанью. С. Тим. † Кăтăк кăтăк шурă чăхă, çăмарта тума çӳрет-çке.
кăткă
(кŏткŏ, кы̆ткы̆), муравей. СПВВ. ПВ. Кăткă или кĕткĕ, муравей. Н. Седяк. Çĕнĕ пулас çурт вырăнне чул е çĕрĕк çăпата пăрахаççĕ; çавсен айĕнче кăткă пулсан, ларма юрать, çурт лартма. О сохр. здор. 53. Çын темиçе кун пĕр çав ыраш амăшлĕ çăкăра çисе пурăнсан, çынна хăй çурăмĕ тăрăх, пурнисем тăрăх кăткăсем чупса çӳренĕ пек туйăнать. Тюрл. Опа кăтки (крупный), хора кăткă (кŏпкŏ), сарă кăткă. Питушк. Хура кăткă, сарă кăткă. Тюрл. Упа кăтки — самый крупный муравей (темно коричневого цвета). См. кĕткĕ.
кăчăк
кăчăкă (кы̆џ̌ы̆к, кы̆џ̌ы̆гы̆, кы̆ζ'ы̆гы̆), цветочная почка (на дереве). Трхбл. Кăчăкă только у «хурăн» и «хăва». В. Олг. Йӳç кăчăкки. Бугульм. † Хурăн кăчăки (сережки) тăкăнать, пас тытса. Неверк. Çуркунне ăвăс кăчăки нумай пулсан, вир лайăх пулать, теççĕ. (Примета). Скотолеч. 30. Хурăн кăчăкĕ. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те, хĕрлĕ санлă курăнса, хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. N. Вăрманта йăвăçсем çинче кăчăкăсем тухаççĕ. ЧП. Кăчăкки тухнă вăхăтра. || Весенняя шерсть у овец, первая шерсть у ягнят. В. Олг. Если родится ребенок или ягненок, говорили: «Торă полăштăр, сере çĕнĕ кăчăки торă парса!» Ответ: «Торă парса, ыр сомахшăн спаççипă! Смольк. † Пĕчĕкçеççĕ кушма, шурă кушма, пурте шур путекĕн кăчăкĕ. Н. Якушк. † Кăчăкă алса шур алса, тăхăнмасăр аллăм ăшăнать. N. † Тăваткăл та кĕçе, шурă кĕçе, ялан шурă путеккĕн кăчăки. Ст. Чек. Кăчăкă — çамрăк путек çăмĕ, каçал çуралнă путекĕн пирвайхи хут илнĕ çăмĕ. См. папка.
кăчкă
(кы̆ч'кы), то же, что кăчăк, кăчăкă. Ходар. Кăчкă — верба в церкви, а самое дерево называется çӳçе (точнее: хĕрлĕ çӳçе). Альш. † Кайăтăм эп шывăн хĕррине — хăратăп хура кăчкăран. Чертаг. (и др.). Кăчкă, сережки (у дерева). В. С. Разум. КЧП. Йăмра, кăчкине кăларса, ӳсе пуçланă. Собр. Кăчкăран пулăшши çук, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. № 26. Хура эрĕм кăчки парка пулсан, ыраш калчи аван пулать. Якейк. Первайхи кон кĕтĕве кăчкăпа (ветка с цветами вербы) хăвалаççĕ. Çапла тусан, выльăхсам çулла лайăх порăнаççĕ, теççĕ. Янш.-Норв. † Çуркуннехи çӳçе кăчкисем хурт çурисем пулса вĕçмĕç-ши? || Новорожденный ребенок. Хорачка. Торă партăр сана çĕнĕ кăчкă!
кăш
неизв. сл. Бур. † Хура вăрман витĕр тухнă чух, кăш çĕлĕкĕм ӳксе çухалчĕ. Кăш çĕлĕкĕм асăма килме-çке, çак тăвансем асран кайма-çке! || Трхбл. Хусантăн илтĕм хура алса туль, аллăм енне кăш çӳремест.
кăштăр
(кы̆шты̆р), подр. шороху, шуршанью. КС. Çурăк хăма пӳрт çинчен пăрахнă чухне, малтан кăштăр-р-р! туса шуса анатm. Б. Олг. Олăм ăшĕнче (вутă ăшĕнче) кăштăр-кăштăр... Савельев. Тĕмĕ хыçĕнче кăштăр-кăштăр! тутарчĕ. Шорк. Сĕтел çинчен (надо: çине?) тăлла татăкпе-и, хура мочалапа-и кăштăр, кăштăр! шăлать. Ст. Айб. Ир те кăштăр-кăштăр, каç та кăштăр-кăштăр. (Ура салтса сырни). Сунт. 1929, № 9. Хăлтăр-хăлтăртăк! тăвать çил арман йĕки. Кăштă-ăр-кăштă-ăр! çаврăнать арман чулĕ. ПВЧ. Кăштăр-кăштăр кăçатти, кăштах поçĕ поклакрах (носки туповаты). Эпир çур. çĕршыв 53. Кăштăр-кăштăр (потихоньку) малалла этем пурăнăçе чупать. || Все, целиком. Городище. Кăштăрах пуçтартăм. Я собрал всё (устаревшее выражение). КС. Кĕçĕр (в эту ночь) чăх чĕпписем кăштăрах вилсе выртнă (все перемерли).
кĕл
(к'ӧ̆л, к'э̆л), пепел, зола. Тогаево. Вара шуйттан çӳри хай чол илчĕ, тет те, чăмăртарĕ, тет; вара чолĕ кĕл полса карĕ, тет. Тим. † Пирĕн çырма пуçĕнче катăк чӳлмек ларат-çке; кайса илĕр, карчăксем, кĕл кăларма юрĕ-çке! Чăв. й. пур. 13. Ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. (Послов.). См. Ск. и пред. 65. Альш. † Кĕпе кĕлерме тытăнсан, чавса таран кĕл пултăм. (Хĕр йĕрри). Ib. Эпĕ сана, пĕрре çĕклесе çапса, кĕл туса прахăп! (расшибу вдребезги!) Сред. Юм. Карчăк кĕл пôлайса вĕçсе кайрĕ, тет (разлетелась вдребезги, от удара 60-пудовой палицы). Синерь. Шăлнĕ (= шăллĕ) тытса çавăрса çапрĕ, тет те, виçĕ куçли (трехглазый) кĕл пулса вĕçсе карĕ, тет. Полтава. Санăн сăнă кĕл пекех (ты бледен). ТММ. Ахалех, ĕçсĕр çӳрекене: кĕл алласа çӳрет, теççĕ. Ск. и пред. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Б. Янгильд. Иккĕшĕ те хăраса кĕл пек шуралса кайнă, тет. Янтик. Мĕнле кăçал çул тӳрленмес? — пăрмай кĕл пек тăрать. НИП. Кĕл пек шурă, кĕл тĕслĕ, бледный (человек). Ib. Кĕл пек шурăхса кайнă. Побледнел как зола. Юрк. Ăшă çăкăр çисе пурăнас чухне, хĕрарăмĕсем ӳркеннине пула, е вутта шелленине кура, икĕ эрне типнĕ çăкăра, кĕл пек пулнине, çисе выртаççĕ. N. Пирĕн асап кĕл пулса вĕçсе кайтăр. Ерех 9. Хăй (она) хăранипе кĕл пек кăвакарса кайнă.
кĕлентĕр
(-дэ̆р), крендель. Мусир. † Шурă, шурă, тиеççĕ, — кĕлентĕр шурри çапнă ăна (т. к. она все ела крендели).
кĕленчелĕ
со стеклом(-ами). ЧП. Шурă кĕленчелĕ çурт.
кĕлетке
(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.
кĕлĕ
(к'э̆л'э̆), моленье; молитва. Туй. Кĕлле маçтăр çын, знаток молитвы. || Хорошее пожелание. Т. VI, 62. Урăх сире нимĕн те кала пĕлместĕп, манăн кĕллĕм çак таранччен анчах. || Церковная служба. НАК. Сурăх-ури кунĕ, кĕлĕрен тухсассăн, вара кашни çын патĕнче ĕссĕр çынсем юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Тимяши. Акă çурçĕр тĕлĕнче кĕлĕ тытăнчĕ. Альш. Пĕр-ик кунтан Пукрав кĕлли кунĕ тенĕ чухне, е чăн Пукрав кунĕ... Ib. Хăятран тавăрăнаççĕ, кĕлли кунĕ (в день престольного праздника, 16 июня). Ib. Праçникĕн кĕлли кунĕ. В день службы во имя праздника. Ходар. Çапла хăтланса, вăлсем мăнкун ирхи кĕллине чан çапачченех çӳреççĕ (вирĕм ачисем). || Назв. божеств. Т. VI, 72... Унтан хăрпан, хĕрлĕ çырла (?), кĕлĕ, мăн кĕлĕ, çуртри Аслă кĕлĕ, вăталăх кĕлĕ, кĕçĕн кĕлĕ, Такталăри кĕçĕн кĕлĕ, аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ, Илюха-хун хĕр тăвĕ, кĕмĕл султан кукрĕнчи кĕлĕ (здесь сохраняю правоп. оригинала), хура кӳл çинчи, хура шыв çинчи кĕлĕсем, çилпе пыран кĕлĕ, çилпе çӳрен кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ амăшĕ, иртсе пыран кĕлĕ, иртсе пыран ырă амăшĕ, тивни пур-тăр, тименни пур-тăр, çитни пур-тăр, çитменни пур-тăр — кĕлтăватпăр ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Ib. Шыв çинчи кĕламăшĕ, шывçинчи кĕлĕ. Ст. Яха-к. Унтан тата хыçалти тăватă кĕлле пилĕкшер нухрат илсе пăрахас пулат. (Туй таврашĕ тасаттарни). Ib. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман («не схватил»). Изванк. Тĕп-сакане ак çакăнпа çуртăсем лартаççĕ: малтан вилнĕ çынсем, пиханпарсем (так!), хĕрт-сортсем, кĕлĕсем, килсе, тĕп-саканче сыхласа тăраççĕ, теççĕ (во время «çĕр тавраш»). Яргуньк. Лашасем чирлесен е вилсен, юмăçа кайнă. Юмăç каланă: кĕлĕ çинче е килемет (так!) çинче çĕмел çĕмĕрн(ĕ), тесе каланă. ЧС. Çав киремете пирĕн ялсем: чăн аслă, хаяр кĕлĕ, тесе пит хĕсеплесе тăраççĕ. Paas. Кĕлĕ — дух мольбища.
кĕлтелет
делать в виде снопов. Ст. Шаймурз. † Хура вăрман хыçне кантăр акрăм, кĕлтелетсе çыхрăм пусине (посконь). Срв. майралатса.
кĕнекелĕ
кĕнекеллĕ, имеющий книгу(-и). НАК. Пирĕн кĕллĕмĕре илт, эпир кĕнекеллĕ çынсем мар; пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ — çырлах, теççĕ. (Моленье). Менча Ч. Çак çунатлă хура савса панине савса ил. Пĕлни пуртăр, пĕлменни пуртăр; эпир кĕнекелĕ хăлăх мар, виç сăмахпа та пулин айван ывăла-хĕре хапăл ту, ырă турă, ырă чӳклеме! (Из моленья чӳклеме).
кĕнтелем
(к'э̆н'дэл'эм), свидетель. Бел. Кайран Левруш пичче сута пачĕ те, пире иксĕмĕре кĕнтелем турĕ (выставил свидетелями). Ib. Хыт-хура! (назв. раст.) кĕнтелем пул, вĕлереççĕ! (Призвал в свидетели траву).
кĕпе-йĕм
белье. Тим. Шăматкун харпĕр хăй çемйипе мунча хутса кĕрсе, пурте шурă кĕпе-йĕм тăхăнаççĕ. Алших. Атте-анне! паянхи кун уйăрлатăп сиртен, анчах ĕмĕрлĕхе мар, кĕпе-йĕм улăштарма кăна. Çам. Хр. Пĕр каçхине аялти кĕпе-йĕмсемпе çеç таçта кайса, пачах çухалнă.
кĕпĕр
(к'ӧ̆бӧ̆р, кэ̆бэ̆р), подр. легкому топоту многих ног, при одновременном поднятии или движении толпы или стада, все сразу, разом. Аттик. Эй, Эл-кӳлли чӳк, çырлах! Хура халăхпа витĕнетпĕр, тӳлек çăмăрна пар. Акă çăмăр çӳретме шурă ине паратпăр, тесе, кĕпер ӳксе пуççапаççĕ. М. Яуши. Тăмана: кĕр такмак! (иди в сумку!) тесе каларĕ, тет те, кĕпĕр-кĕпĕр! тесе, кĕрсе ларчĕçĕ, тет, хурама чукмарсам. Альш. Халăх кĕпĕр-кĕпĕр! тăваççĕ, шăкăл-шакăл! тăваççĕ. Ск. и пред. 80. Кĕпĕр-кĕпĕр сиктерсе килсе тухрĕ вăрмантан, ыттисенчен маларах, çĕнĕ кĕрӳ Тăхтаман. Мижула. Вара ачасем кĕпĕр тăчĕç те, питĕ хытă чопма поçларĕç (побежали). N. Кĕпĕрех сырса ил, окружить разом. || Юрк. † Кĕпĕр-кĕпĕр! шурă кĕпе, арки вăр-вăр тават-çке.
кĕпĕртет
(к'ӧ̆бӧ̆рд'эт',кэ̆бэ̆рдэт), издавать звук кĕпĕр. ЧС. Хапхасем кĕпĕртетсе кăна тăраççĕ. || Образовать толпу. Аттик. Ун хыçĕнчен пурте, кĕпĕртетсе ӳксе, пуççапаççĕ. (Моленье ӳчӳк). Кан. Паян кунĕпех лавкка умĕнче çынсем кĕпĕртетсе тăраççĕ (толпятся) — копператтивран тавар илесшĕн. N. Ун хыçĕнчен халăх кĕпĕртетсе пырать (идет гурьбой). || Крошиться (сразу). КС. Шурă пĕренк (воздушный пряник) çăварта кĕпĕртетсе (или: кăмăртатса, слаб. «ă») ванать.
кĕр
(к'ӧ̆р, кэ̆р), осень. Завражн. Кĕр мăнтăр. Осень богата. Çутт. 51. Хура кĕр (когда грязно, холодно, темно). Çанталăк сивĕтет. Кан. Çу иртсе, кĕр çитрĕ. П. Патт. 19. Кĕре астуса илнĕ — кĕрте шапа таврашĕ юрламасть. N. Кĕркунне кĕр пит сивĕ килнипе... N. Кĕре кĕретпĕр. Начинается осень. Чем люди живы. Çаккăн кĕре хирĕç (к осени) пăртак укçи пекки пухăнкаланă (накопилось малость деньжонок). Тет. Кăçал кĕр вăрăм пулат. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как хор кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. Кан. Çук, чăххисем кăçал та, ытти кĕрсенчи пекех, лайăх çăмарта туса параççĕ. Регули 1189. Кĕртенпе корман эп она. Я его не видал с осени. N. † Пиçен кутне пăр ларсан, кĕр пулнине пĕлтĕмĕр. Якейк. † Аçаллă-амаллă хор чĕппи кĕре çитет, тавар полать; эпĕр хамăр çанашкал. (Солд. п.). Орау. Кĕр киле пуçларĕ.
кĕрле
(к'ӧ̆рл'э, кэ̆рл'э), шуметь. Сред. Юм. Пăрахут иртсе кайнă чôхне, хăй кôрăнмасан та, кĕрлени илтĕнет. N. Вут шыв айĕнчен каллах кĕрлесе çунса карĕ, тет. КС. Çурт (строение) çуннă чухне кĕрлесе, шатăртатса çунать. Альш. Хыпать (огонь) хайхи урамăн леш енне те. Каять кĕрлесе вăл енĕ те. КС. Шыв кĕрлесе юхать («водопад, сильный эвук»). Хĕн-хур. 203. Шур Чĕмпĕр хули кĕрлет хăй майпе... кунта тĕрлĕ шав... кĕрлет чан сасси. ДФФ. Унта сăрт айккинчен пĕр вăйлă çăл кĕрлесе юхса тухать; шывĕ сивĕ. Капк. Тулта çанталăк кĕрлет, ай тур-тур! N. Çил кĕрлесе вĕрет (самый сильный, с ревом). N. Кĕлте кӳртнĕ чух ялта урапа кĕрленĕ сас анчах илтĕнет. Чув. пр. о пог. 90. Сăмавар кĕрлесен, çăмăр пулат. Если самовар шумит, будет дождь. Шорк. Вăйлă çил тохнă та, вăрман кĕрлесе анчах ларать. N. Тупă сасси пĕр чарăнмасар кĕрлесе тăрать. Орау. Паян ир çăмăр хыт чашлаттарчĕ-çке! çурт тăррисем (железные крыши) аслати пек кĕрлерĕç. 93 çул, 11. Хаяррăн кĕрлекен тинĕс тĕлĕнче çамăр пĕлĕчĕсем хуп-хура ушкăнăн çакăнса тăнă. N. † Кĕтӳ килет кĕрлесе, хура ĕне килет мĕкĕрсе. (Хĕр йĕрри). Истор. Хай хрантсуссем, кĕрлесе, Мускава кĕрсе тулнă. КАХ. Пире килĕшпе чипер кĕрлесе (хорошо, весело) пурăнма пар, çырлах! (Хĕрт-сурт пăтти). Карамыш. Айроплан (или: яроплан) кĕрлет. Аэроплан шумит. N. Туй ачисем кĕрлесе те çитрĕç (подошли с шумом).
кĕреке
(кэ̆рэгэ, к'ӧ̆рэг'э), передний угол в избе; место за столом. КС. Кĕрекене ларт, сажать за стол, где угощенье. Ск. и пред. 48. Пĕр пӳлĕмĕнче, чи кĕрекере, ларать çутăлса сăрланă сĕтел. Ст. Чек. Кĕреке не стол, а передний угол. Ib. Кĕрекене сĕтел хушшине арçынсене лартаççĕ. Ib. Кĕреке — в гостях — яствэ, которые ставятся на стол. Эх, ун кĕреки! пирĕн пеккисене унта ларма та çылăх (т. е. мы недостойны). Янтик. Кĕреке — место за столом на стуле, на стороне двери. Вомбу-к. Кĕреке тесе, тор-ом (= турă умĕ, т. е. перед иконой) патнеллине каланă. НАК. Хăйне (его самого), пӳрте илсе кӳртсе, кĕреке хушшине сăра ĕçме кĕртсе лартаççĕ. Г. А. Отрыв. † Кĕреке умне тăрас тесе, хĕр ĕмĕрне хĕрхенмарăм (так!). Бюрг. † Эпĕ хамăн аттемĕн аслă ывăлĕ пулăттăм, кĕреке кутне тăрса юрлăттăм. ППТ. Кашни килрен тухас чухне çуртра ваттисене кĕреке кутне лартса пуççапаççĕ. Юрк. Çак тăванăн ĕçки-çики кĕрекийĕн варринче. Т. Григорьева. † Кĕрекене тăтăм, юрларăм, ваттисем пурне пĕлмерĕм. Сред. Юм. Кĕреке тесе, ĕçкĕ-çикĕре сĕтел умĕнчи вырна (= вырăна) калаççĕ. Ib. Кăш-тепĕр (иной) çын, кĕрекене ларсан, килшӳллĕ, ытлашки чорт-та-пĕр сăмах (вздор) сăмахламас, пит ĕçсе усĕрлмес, çынпа ытлашки сăмахламас, пăхма та илемлĕ («Приличествует сидеть за столом, нарезывая хлеб и управляя столом, едою»). Йӳç. такăнт. 28. Лар-ха, кум, кĕрекенеллерех, йĕркеллĕ пулар... Пиçенер. Пичи кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайăлам-ши (на стол ли мне облокотиться), пичи çине сĕвенем-ши? (прислониться). N. † Аттен кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайлам-ши, атте çине тайлам-ши? Пизип. Ати кĕреки, ай, мăн кĕреки; кĕреки çине, ай, сĕвенем-ши, атти çине, ай, сĕвенем-ши? Т. VI. 61. Çак ĕçкĕшĕн эпир хуçана тайăлас тетпĕр, тесе, кĕрекене пыраççĕ. N. Тăкса кĕрсен, алăк патĕнчи сĕтеле кĕрекене лартаççĕ те, ĕçсе çиеççĕ. N. † Тĕпеле кин кӳртме парăсăнччĕ, кĕрекене кĕрӳ кӳртме парăсăнччĕ. Ала. 102. † Эпĕр хамăр кĕрекере, стаккан тĕпне çолаппăр, пирĕн арăмсам тĕпелте, корка тĕпне çолаççĕ. Ст. Шаймурз. † Савнине лартăпăр кĕрекене, савманнине лартăпăр алăк патне. Н. Лебеж. † Икĕ кĕреке хушшииче вуник курка вылянать. Вуник курка çитменнине сарă алтăрпа ĕçтерет; сарă алтăр çитменнине тутлă чĕлхи йăпатать. ЧП. Кĕрекене сĕтел туртса лартас çук, эпир тăвана çăкăр-тăвар парас çук. Ой-к. Килĕрех, хура халăх, кĕрекене кĕрсе ларăр ĕçме-çиме! БАБ. Кĕрекере пĕр сĕтел ларать. N. Ку кĕрекери ĕçкĕ-ха, куншăн чăвашсем хаярламаççĕ. || Особый точёный деревянный сосуд для пива, употреблявшийся раньше при молениях. Сунчел. Образцы. 37. Сирĕн кĕрекĕрсем пит чĕнтерлĕ — хăш пасарта суйласа илнĕ-ши? Сутел. † Сирĕн кĕрекĕрсем иккĕ-мĕн, перри кăна сахăр, тепĕри кăна пыл. ЧП. Ай, юрла та юрла, тиеççĕ, кĕрекисем сайра тивнине пĕлмеççĕ. Юрк. † Тав сана та, тав мана, чĕнтерлĕ кĕреке пыл сана! Альш. † Ай-хай хăтаçăм та тăхлачăçăм, эпир ĕçнĕ кĕрекене хăла (густой) пылсем пулса (тулса?) юлмĕ-ши? Хорачка. Кĕреке — алтăр пак арлă (= авăрлă), пысăк (ялта иккĕ-виççĕ пор); той тума тапратсан, она исе каяççĕ. Альш. Çак хăтанăн икĕ кĕреки пур, — памĕ-ши пире пĕр кĕрекине? Çак хăтанăн тăхăрвун тăхăр курки пур, — памĕ-ши пĕр куркине ĕçмешкĕн? N. Çак хăтапа тăхлачăн кĕрекинче виçĕ тĕслĕ ĕçкĕ-çикĕ пур. (Такмак). N. † Кĕрекĕр аври — йăлтăрма, кĕреки илемне çав кӳрет. N. † Ылттăн пуçлă кайăк пулса, кĕреке çине килсе ларччăр. (Хĕр йĕрри). Т. VI. Куркана тĕппи ĕçес мар, кĕрекерен çӳле çĕлес (сикес?) мар... N. † Эпир те ĕçнĕ кĕрекĕр, кĕрекĕр тулли сим юлтăр. Срв. Paas. 64.
кĕрен
(к'ӧ̆рэн, кэ̆рэн'), розовый (Городище); малиновый (Максимкина). Пазух. Эп пасара каятăп, кĕрен ленти (у др. ленттă) илетĕп. М. Ăнтавăш. Кĕрен — розовый (напр., цветок розы). Йерк. 8. Сарă ука пек çӳçĕ çинчен масмак кĕрен пурçăнран, çулĕ кăкри çийĕнче шӳлкемисем тальăртан. ТХКА 108. Хăмăшсем тăрринче кăвак-сарă-шурă-кĕрен чечексем. (Сон). Нюш-к. Кĕрен (напр., чечек), цвет, похожий на цвет красной пропускной бумаги, но краснее и потемнее. Сред. Юм. Кĕрен — шôпкарах-хĕрлĕ (не очень красный). Шибач. Кĕрен кĕпепе, хора йĕмпе, карттуспала: камçи улĕ (чей сын)? тияççĕ? — Стаппан улĕ Ухваниç. Тюрл. Кĕрен, цвет «бордо». Тюрл., Уганд. Кĕрен — игрений («зеленоватый»). || Рыжий (о лошади). К. Кушки. Кĕрен лаша — бледнее цветом, чем «çӳрен лаша». Пухтел. Кĕрен = тĕттĕм-çӳрен. В. Олг. Кĕрен — ни торă мар, ни хора мар, ни çӧрен мар. КС. Кĕрен = хура-çӳрен. См. Paas. 64.
кĕрт
(к'ӧ̆рт', кэ̆рт), сугроб. Шатра-к. Кассăн-кассăн кĕрт хунă (хуны̆). Дорогу передуло, надуло ряды сугробов. Собр. Пӳрт айккинче кӳпĕннĕ сурăх выртĕ. (Кĕрт тултарни). N. Ĕлĕк пирĕн карташсене, анкартисене хăйăртан кĕрт хыватчĕ. Тогач. Кăвак така кĕрте ларĕ. (Шăрт). Орау. Пӳрт хыçне кĕрт хывнă. Ib. Ăрам хушшине кĕçĕр тем пысăкăш кĕрт хыва-хыва лартнă (нанесло), лаша аран-аран ишсе тухать. Ib. Нӳхрепе юр хывнă чухне, юра кĕрчĕпех (купипех) кӳртсе выртартăмар («будто целый сугроб»). Кн. для чт. 5. Акă çуна пăрăнса кайрĕ те, эпĕ кĕрт çине (в сугроб) кĕрсе ӳкрĕм. Йӳç. такăнт. 18. Мишша кĕрт çине тĕксе ячĕ те (меня), халĕ те çӳçентерет. N. Хăшĕ-хăшĕ кĕрт пуснăран (под тяжестью сугроба) хуçăлнă картисене çирĕплетет. Янтик. † Хура вăрман хыçне кĕрт хӳнĕ (нанесло), хĕрлĕ сăсар тухнă, йĕр тунă. Н. Карм. Пӳрт хыçĕнче кӳтнĕ (у др. кӳпĕннĕ) сурăх выртат. (Кĕрт).
кĕрт
подр. crepitui vertris. Ядр. Кĕрт! тутарса ячĕ (т. е. испустил ветры). || Подр. сильному биению сердца. Ск. и пред. 34. Вĕри чĕри хускалать, сикет кĕрт-кĕрт! тутарса. || N. Чун кĕртех турĕ. См. МКП 52. || Подр. сильному бегу лошади. N. † Хура-тур лаша кĕрт юртать, тилхепи тăрăх тар юхать. || Вдруг. Изамб. Т. Кĕрт шухăш килсе кĕчĕ. Вдруг явилась мысль.
кĕçе
(к'э̆з'э), войлок (его подстилали под почетных гостей). N. † Шап-шар çăмран кĕçе çаптартăм. N. Хуннĕм хĕр(ĕ) — хура хĕр, хура кĕçе çинче ларать. (Йĕтем юпи). Собр. Кушак кĕçе çинче пит çусан, пуян çын хăнана килет, тет. Ст. Чек. Кĕçе çĕленĕ питне (у него нет стыда). || В одной рукописи есть отрывочная запись: «Одно дерево три раза срубят, землю войлоком меряют. (Чеб., Федоров)». || N. Ну, хучкам (= хунчăкам), сан йăмăку ман пите кĕçе çĕлер(ĕ). Ну, шурин, твоя сестра поставила меня в положение бесстыжего человека. См. кĕççе.
кĕçен
(кэ̆з'эн'), ржать, хохотать. Пазух. Хура вăрман хыçĕнче хура лаша кĕçенет; кĕçенин-ха, кĕçентĕр чĕн йĕвенĕ алăра (у меня). Баран. 52. Çаран çинче тьыха янăратса кĕçенни илтĕнет. Кĕсри кĕçенмесĕр ăйри пымас. N. Мĕн кĕçенетĕн? Что ты ржĕшь? (т. е. хохочешь). Сред. Юм. Ăйăр кĕçенет. Жеребец ржет. || О др. живых существах. Ир. Сывл. 37. Хăй (тăри) кĕçенет, сасси килет — пĕлме çук хăй ăçтине. || В перен. см. Ыраш 13. Кансассăн тырри тăкăнса кайма пултарать. Сĕлли те кĕçенме пуçланă (зовет жнеца — пулса çитет) — шереписем шĕлтĕртетсе лараççĕ, урпи те пуçа утма (качаться) пуçлĕ.
Кĕçĕн Çарăмсан
Кĕçĕн Çарăмсем, назв. р., Малый Черемшан. Бугульм. † Кĕçĕн Çарăмсан, ай, леш енче, хура кăтра çăрхисем çăрхалать. Н. Карм. † Кĕçĕн Çарăмсем (река) леш енче йĕпкĕн хура ут кĕçенет.
кĕçнерникун
(к'э̆с'н'эрни[-н'и]-к̚ун), или иногда, кĕçнерни, четверг. В. Олг. Кĕçнерникон лайах кон ĕçлеме. Т. IV. Кĕçнерникун каç кĕрĕк (= кирек) мĕн ĕçсем, е пыйтă пăхсассăн, çылăх пулат, теççĕ. N. Тата эпир шăматкун ваттисене асăннă вырăнне вĕсем (придерживающиеся старины) кĕçнерникун асăнаççĕ (в четверг вечером). Алешк. † Аслă шыв хĕррипе шурă хăйăр, кĕçнерникун çунă шурă юр пек. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур.
кĕççатă
валенок(-нки). См. кăçатă. Бугульм. † Шурă кĕççатта юр путмасть, симĕссĕне кам сутать?
кĕтес
(кэ̆тэс), угол (с русск. кутец?) Орау. Хăмана пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтессе (с угла на угол) хирĕнтерсе (если туго, тĕкĕнтерсе — если не плотно, чуть-чуть) хунă. Ib. Эп кĕтесселле шăвап, кунта сире çывăрма памăп, кашăртатса. N. Кĕтес картни, рубка углов. Синьял. Пурçăн тутăр кĕтессине пирĕн ят ӳкмен, мĕн тăвас? Толст. Урисенчен ярса тытаççĕ (хватают), тет те, кĕтессине (об угол) çĕкле-çĕкле çапаççĕ (parvulos), тет. СПВВ. Тĕпел кĕтесси, кăмака кĕтесси, алăк кĕтесси, турă кĕтесси. ЧС. Эпĕ вара, анне сăмахне итлесе, пĕр кĕтессе (в угол) кайса лартăм. Сред. Юм. Кĕт, кĕт, кĕтес, мана кĕтес кам парать? Пуран кашни кĕтессине пĕрер çын тăраççĕ те, пĕри çапла каласа пура варĕнче çӳрет; ыттисем вырăнтан куçнă чôхне вара ô кăшин (= хăшин) вырне (= вырăнне) те пôлса кĕрсе тăрать; кĕрсе тăма ĕлкĕреймесен, калах тепĕр вырăн ôлштараччен варĕнче тăрат. (Игра). Альш. Кĕтесрен пăрăнчĕ, кĕтесрен тухрĕ. Повернул за угол, вышел из-за угла. Чартакан. † Сарă пурçăн кĕтесне пирĕн ятсем ӳкмен пуль, хура пурçăн кĕтесне пирĕн ятсем ӳкнĕ пуль. N. Юлашки хут тăкма тухсан (поминальные яства), сасă кăларакан арăм, тула тухса, кашни пӳрт кĕтессине пырса, «сасă кăларать». (Пумилкке). Сред. Юм. Кĕтесе (-зэ) пырама (рубить) канçăр (трудно) ôна. Ib. Кĕтесĕн (-зэ̆н') мăкне вырнаçтарасси пит канçăр. Ib. Кĕтессĕн мĕнех пôр вара ôн пит, пыра (= пура, срубить, рубить) пĕлмелле марри? Какую особенную трудность представляет рубка углов (избы и пр.?). Ст. Чек. Авланнă çын кĕтессе ларса çисен, арăмĕ вилет, тет. Ib. Авланман çын кĕтессе ларса çисен, кăлава хĕрне илет, тет. (Старая поговорка). || Межа. Пшкрт: кэ̆дӓс. Хорачка: ана к̚дэзэ̆ — межа. СПВВ. Кĕтес = ана йăранĕ. Козм. Б. Яныши. Тăваттăмĕш тунката патне çитсен, мишавай кĕтес виçнĕ чух эпир улттăн та улăха çырла пуçтарма кайрăмăр.
кĕтмел
(кэ̆тмэл), брусника. Мыслец. В. Олг. и др. Различаются шолтăра кĕтмел, вĕт кĕтмел, кăвак кĕтмел, хĕрлĕ кĕтмел! (Слово кĕтмел, кĕтмĕл в говорах чуваш. языка употребительно в значении брусники, клюквы и черники. Слово это в литературе сопоставляется с удмуртским кудмульы — черника. Разлагается оно так: куд — болото, мульы — ягода. След., куд мульы, а ровно чувашск. кĕтмел, тĕмĕл значит болотная ягода. Отсюда понятно употребление этого слова в чув. говорах в значении «болотной ягоды», шур çырли, клюквы, и также брусники и черники, растущих в сосновых лесах, в низменных, сырых местах. Любопытны названия этих ягод на чувашском языке в разных местах Чувашии, напр.: Яндашево Чеб. р. кĕтмел — клюква, шор кĕтмел(ĕ) —брусника, мот — черника (мар. модо, мото — черника), хора çырла — ежевика; Идельмес Козл. р. кĕтмел — черника, шур çырли — клюква, хора çырла — ежевика; Трехбалтаево Шемурш. р. кĕтмел — брусника, шур çырли — клюква, хура çырла — черника; Кубасы Татарк. р. кĕтмел — клюква, шор çырли — брусника, хора çырла — черника. ТММ). Букв. 1904. Вăрманта шур çырлисем, кăвак, хĕрлĕ кĕтмелсем ӳсеççĕ. Разум. † Кĕтĕм карăм вăрмана кĕтмел çӳлчи пуçтарма. || Шашкар. Кĕтмел, клюква.
кĕтре
(кэ̆трэ), кудрявый. См. кăтра. Юрк. Альш. † Шурă путек тир çĕлĕк е хура путек тир кĕтре çĕлĕк. МД. † Чăн тӳпери çăлтăр кĕтре-тăр (так!). Ib. Пĕчĕкçеççĕ ача килчĕ вăл кĕтре пуç (маленьким мальчиком прибыл, он сюда, кудряш), теççĕ.
кĕшĕлтет
(-дэт), идти, быть стаею, вереницею. Пазух. Шурă Атăл çине те шур хур ятăм, кĕшĕлтетсе ишсе çӳреме. Букв. 1904. Пĕрре, хурăн çырли пиçнĕ вăхăтра, манăн юлташсем кĕшĕлтетсе пычĕç те, мана çырлана (идти за ягодами) чĕнеççĕ. ЧС. Эпир вара çапла нумайăн кĕшĕлтетсе кайрăмăр. Ib. Вĕсем хыççăн çынсем нумайăн кĕшĕлтетсе кайрĕç. N. Ачасемпе кишĕр ани патнелле (к морковному полю) кĕшĕлтетсе пыраттăмăр. Ск. и пред. 32. Урам туили ача-пăча кĕшĕлтетсе сиксе пырать. Мусир. † Пĕр пуслăх чăххи пек кĕшĕлтетсе ӳсрĕмĕр. N. Вĕсен ачи-пăчисем кĕтӳ пек кĕшĕлтетсе выляса, сиккелесе анчах çӳреççĕ. См. кăшăлтат.
кĕштеклĕх
материал на ластовицы. N. † Тăрăх хура пусма, кĕпелĕх мар, кĕштеклĕх. Илебар. † Сыпмалла (часть рубахи) та памасан, кĕштеклĕх те юрать пире. (Свад. п.). Альш. † Хрантсус та пусма Киттай пусми кĕпелĕхех мар-çке, кĕштеклĕх.
краклат
(краклат), каркать. Якейк. Хора корак краклатать. Собр. Пӳрт тăрне çăхан лăрса краклатсан, çын вилет, теççĕ. Ib. Ула курак кăраклатсан йĕпе пулат, теççĕ. Ердово. Чăн малтан хура кураксем йăвăç тураттине ватаканăскерсем (так!), килсе, краклатса çӳреççĕ. Сред. Юм. Корак краклатать («название звука, производимого грачом»). КС. Ула курак краклатать. См. кранклат.
кревней
самый настоящий, коренной. Чураль-к. † Шĕвĕр пурнери кĕмĕл çĕри (= çĕрри) кайрĕ пуль, кайрĕ пуль кревней çыр хĕр алине (= аллине). Вăта пурнери ылтăн çĕри кайрĕ пуль, кайрĕ пуль кревней сар хĕр алине. Кача пурнери пăхăр çĕри кайрĕ пуль, кайрĕ пуль кревней хура хĕр алине.
тăхăн
надевать, одеваться. КВИ. Тăхăннă йăвăçсем пурте сарă тумтирне. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тăхăнас мар. Уж не будем надевать перчаток. А.-п. й. ЗЗ. Хĕнерĕç-хĕнерĕç те, упа тирĕ тăхăннă такасем тӳп кайса ӳкрĕç. ГФФ. † Шор перчатки, кăвак кончи тăхăнас тенĕ чух ма çок-ши? Белые перчатки, синие наголенки — почему нет их, когда хочешь надевать. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 60. Тилли кун япалисене тăхăнать те, хай малтанхи юрра пĕр çавра юрласа, йăлт курăнать вăрманалла. Альш. Пуçăнти çĕлĕк пулайса пуçна тăхăнса пырам-и? Изамб. Т. Унăн çаннисене тăхăнса каçан çине хурсан, тӳмелеççĕ. Шурăм-п. № 13. Пĕр вырăсла тăхăннăскер тăра парать. К.-Кушки. Ха, ачу йĕмне вĕçĕнчен тăхăнат! N. Тăлăп айĕнчен кĕрĕк тăхăннă; кĕрĕк çинчен тăлăп тăхăннă. ЧП. Кĕмĕл çĕрĕ хывтарар-и, вăта пӳрнене тăхăнар-и. N. Çĕтĕк-çатăк тумтирсем тăхăнса янă. К.-Кушки. Урана тăхăнмалли çук. (у меня) нет обуви. ТХКА 72. Тирне сĕвсе, хура çĕлĕк çĕлесе тăхăнчĕ. Шашкар. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса ларнă. || Носить. N. Ман хреснатте ути-утми çӳресе пĕр мăшăр сăран аттине вунсакăр çул тăхăнчĕ (носил). N. Сарă кĕрĕк çĕлетрĕм — тăхăнма пĕлмерĕм, тепре çĕлетсен тăхăна пĕлĕттĕм-çук. N. Мĕн кирлĕ таран манăнне ил, аялтан тăхăнмаллине те, çиелтен тăхăнмаллине те. ГФФ. † Кĕмĕл çĕрĕ çыруллă, тăхăнăр çыру пĕтиччен. Серебряное кольцо с надписыо, носите вы его, пока не сотрется надпись. НР. † Атте çлетсе пачĕ сарă кĕрĕк, тăхăнсан кули кивелмест. Отец сшил мне новую шубу; если носить, как же она не износится. ГФФ. † Лаккировнăй аттине тăхăнма майне пĕлмерĕмĕр поль, çампа времсĕр çĕтĕлчĕ поль. Видно, не умели мы носить лакированные сапоги, потому они так скоро и износились.
тăхăнтарт
понуд. ф. от гл. тăхăнтар. КС. Кĕпине тăхăнтарт. ЧС. Шурă кĕпе, шурă сăхман, кăçатă тăхăнтартса турă кукăрне вырттарчĕç. НАК. Килтен тухса кайиччен (перед отьездом невесты из родительского дома) хĕр ашшĕпе амăшне, пичĕшсене, шăллĕсене, йăмăкĕсене стел хушшине лартса пурне те кĕпе тăхăнтартса хăварать. Ib. Туйя тăхăнтартса каймалли хăмăтсене, кутлăхсене, йĕвенсене, килкепесене тикĕтлесе, пĕрешкисене çутатса хураççĕ. Орау. Эпĕ урапасене çу сĕрсе тăхăнтартса хатĕрлерĕм, кӳлес те каяс анчах. || Насадить. Шурăм-п. Вăл вăрманта патак (туя) тупрĕ те, ăна чĕрес хулăпне тăхăнтартса пĕр вĕçĕнчен хăй тытрĕ, тепĕр вĕçне Марье йăттарчĕ. || Бить, ударить. Шурăм-п. № 4. Эпĕ ăна пĕр-иккĕ тăхăнтартрăм та-ха (= хĕнерĕм), КС. Хăлха чиккинчен тăхăнтартнă.
чура тăхлан
свинец. Тиханьк. ЧП. Хура тăхлан хутăш хура.
шурă тăхран пуç
белый клевер. Вĕлле хурчĕ ЗЗ. Пуринчен ытла шурă тăхран пуç (чавка пуç, клевер) пыл парать.
тĕвле
завязывать узел. См. тĕвĕле. Тим. Хура лаша хӳри кĕлте пек, тĕвлесе пулмарĕ ямшăкра. См. тӳле.
тĕксĕм
темноватый, мутный, несветлый. В. Олг. Кан. Тĕксĕм тĕсли час ирĕлмест (воск). СПВВ. ПВ. Тĕксĕм пӳрт, несветлый. Бгтр. Уйăх шурă тĕксĕм пулсан, ашăтать, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Тĕксĕм — уçă курăнман япала. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать; тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнать. || Матовый. || Просвечивающий. || Пасмурный, сумрачный. Орау. Кунĕ те тĕксĕм те паян, темĕскерле ăйăх килет. И день-то сегодня сумрачный, что-то спать хочется. Питушк. Паян тĕксĕм сивĕ (çул йăвăр). Хорачка. Тĕксĕм çанталăк — ни сивĕ, ни ăшă, хӳел корăнмаст (пасмурно). || Мрачно, темно. О Японии. Çапла вилнĕ çынсене асăнакан праçнике японсем савăнса ирттереççĕ, тĕксĕм хуйхăрса çӳремеççĕ. В. Олг. Хоçи, лампă çутăрах яр, ĕçлеме корăнмас, тĕксĕм. || Угрюмый. ГТТ. Тĕксĕм çын, угрюмый человек. Зап. ВНО. Тĕксĕм çын — гордый, недоступный, неразговорчивый человек. Ст. Чек. Тĕксĕм çын. Вăл çын çынна чĕнсе илсе калаçмас, унпа калаçма тытăнсан аххута калаçмас, пуçне хăй ялан çĕрелле пĕшкĕртсе çӳрет. Вута-б. Тĕксĕм, неразговорчивый, наружный вид угрюмый. Ib. Ваççил вăл тĕксĕм çын. СПВВ. ИФ. Тĕксĕм — куç айĕнчен пăхакан. СПВВ. ФИ. Тĕксĕм — чĕнсе чĕнмен çын. Полтава З2. Тĕксĕм (мрачный) ватă Кочубей ĕнентерсе тупăшать (клянется). Альш. Унта-кунта тухса çӳренĕ çын мар вăл, килте кăна ларнă, тĕксĕм çын вăл (необщительный). N. Тĕксĕм çын противополагается уçă çын, гордый, недоступный, неразговорчивый человек. N. † Чашки-чашки вĕт йăви, касмасăрах полмас во (= вăл); юр пуçласа юрлама тĕксĕм çынран пулмас во. СПВВ. Х. Тĕксĕм, шероховатый, человек грубоватый, необтесанный. Ашшĕ-амăшне. Тепĕр кунĕнче Кĕркури иртенпех тĕксĕм, пĕр калаçмасăр çӳренĕ. Сред. Юм. Темме пит тĕксĕм çӳрет çав, пĕрте уçă çӳремес. || Глупый. Тюрл. Тĕксĕм янтар, мутный.
тĕкшăмăçĕ
пух-перо. Алешк. Тĕкшăмăçĕ сложное слово, состоит из слов: тĕк и шăмă, тĕк — пух, шăмă — перо. Ib. Шурă аккăш вĕçет малалла, тĕкшăмăçĕ юлать каялла.
тĕл
определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.
тĕл пул
встретить, встретиться, повстречаться, встречаться, ЧП. Хура лаша тĕл пултăм. А.-п. й. 87. Ак тĕл пулчĕ улпута. {{anchor|DdeLink218312619674728}} Ib. 96. Мăн çул çине тухсанах, тĕл пулать вăл пĕр çынна. Ib. 14. Çӳресен-çӳресен, пĕр мулкача тĕл пулчĕ. N. Кăшт тăрсанах, пĕр ăстах тунă ака пуçĕсем тĕл пулнă. N. Катови пӳрт тĕл пулсан, куçарса лартма темĕн чухлĕ каймĕ. Ст. Чек. Каят-каят та, пĕр çурта тĕл пулат, унта вунпилĕк хĕр авăрласа ларат. N. Килсен килсен, хайхи салтаксем çăва тĕл пулчĕç. ГТТ. Ĕмĕр тăршшĕнче пĕрне пĕри тĕл пулмăпăр, тесе каламалла мар. Этемпе этем тĕл пулать вăл, теççĕ. А.-п. й. 55. Кайсан-кайсан, йăвана пĕр мулкачă тĕл пулчĕ. Ib. 15. Пырать-пырать, нимĕнле кашкăр та тĕл пулмасть. Ib. 7. Пĕр вăхăтра мулкач, кашкăр, упа пĕрле тĕл пулаçççĕ те канашлаççĕ. Кн. для чт. I. 10. Вĕсем пĕрле тĕл пулса (встретившись) калаçа пуçланă. N. Малтан тĕл полакан çынах мана вĕлерет. Меня убьет первый встречный. Регули 222. Эп она поплекене тĕл полтăм. N. Кăçал çав Иван Иванчпа Никанор Никанорч иккĕшĕ вăрманта тĕл пулнă. Бгтр. Кайсан-кайсан, пĕр çоран çын тĕл полчĕ. || Наткнуться, натолкнуться, попасть во-время. НР. † Олăх тăрăх ут çолтăм, хуна юмана тĕл пултăм. На лугу я косил, на молодой дуб наткнулся. Завражн. Унтан хытă пĕр-пĕрĕн çинелле тĕкĕшесшĕн чопса пынă, анчах поçĕсем кĕсен тĕл полайман, пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă (козлы). Череп. Яшка антарнă çĕре тĕлех пултăм. N. Вĕсем пурте сисмен çĕртенех танатана тĕл пулĕçинччĕ. Дик. леб 34. Ури айне тĕл пулнă типĕ çулçăсем чаштăртатни те илтĕннĕ ăна. Слышала шуршанье каждого сухого листка, попадавшегося эй под ноги. || Увидать. НР. † Йори карăм улаха чун савнине шыраса; чун савнине тĕл полтăм сарă хĕрпе йонашар. Нарочно пошла на посиделки, чтобы встретиться там со своим милым, но увидала его сидящим рядом с другой девушкой. ГФФ. † Карăм, карăм пĕр çолпа, хора йосç-и тĕл полтăм. Шла я, шла по дороге и увидела черного горностая. || Найти. НР. † Йори карăм вăрмана çăка йăвăç шырама; çăка йăвăç тĕл полтăм йоманпала йонашар. Нарочно пошла я в лес липу искать; нашла липу рядом с дубом. || Дойти. ГФФ. † Карăм, карăм пĕр çулпа, çич çул юппи тĕл пултăм. Шел, шел я по дороге и дошел до расяутья семи дорог. || Попасть в цель. N. Пăшалне илнĕ те, печĕ, тет, виççĕшне те тĕлех пулнă. || Застать, оказываться. Альш. Хĕрĕпе ывăлĕ таçта тухса кайнă тĕл пулат, тет. Ib. Кайăкĕ таçта кайнă тĕл пулат, тет. Бугурусл. Эпĕ, киле таврăнмассерен, манăн паппируска çынсем туртса янине тĕл пулатăп. Каждый раз, когда я возвращаюсь домой, мои папиросы оказываются выкуренными. || Вĕлле хурчĕ 5. Çамрăк амăш, хĕвеллĕ çанталăк пулсан, кăнтăрлапа вĕллерен сăрăпа тĕл пулма (çыхланма) тухса вĕçет.
тĕлĕн
дивиться, удивляться, изумляться. А.-п. й. 77. Хунĕ Ваçлейрен тĕлĕнет. Тесть удивляется. Ib. 69. Ай-уй,— тет Ерхип арăмĕ тĕлĕннипе. Ib. 35. Трашка ачисем тăрна патне çитеççĕ те, шалт тĕлĕнеççĕ. Капк. Хальхи саманара ачасем пурте çавăн пек. Çулĕсене кура мар ăслă,— тет тĕлĕнсе. ЧС. Эпĕ пушар енелле пăхса тĕлĕнсе ларатăп. N. Эпĕ пĕлнинчен тĕлĕнмелли çук, эс пĕлменнинчен тĕлĕнмелле. Неудивительно, что я знаю, но удивительно, что ты не знаешь. N. Унăн калаçнинчен тĕлĕнмелле. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Тепĕр тĕслĕх (пример) тата тĕлĕнмеллерех. N. Тĕлĕнсе хытсах каймалла. N. Ăна хирĕç калаçакан улпутсем вăл сывалнинчен тĕлĕне юлнă. СТИК. Кун акăшĕсем йăлт (сначала написал шалт. потом зачеркнул) тĕлĕнсе каяççĕ: мĕнле ку Иван пуракне час тултарат, эпир темĕн чул тăрмăшсан та тултараймаспăр? тесе тĕлĕнсе аптраса çитеççĕ. N. Вара унтан мĕн тĕлĕнмелли? || Задуматься. Кив-Ял. Пире саван ан кĕттĕр, кĕттĕр-кĕттĕр, тĕлĕнтĕр. (Вăй юрри). К.-Кушки. Тĕлĕнсе лар, в задумчивости. Альш. Шухăшласа тĕлĕнсе ларнă чухне ман шухăшăмсене юрă уçрĕ. Юрк. Хура сăран алса тулĕ, ырă ут тăварнă чухне пулинччĕ? Ай-хай милай хамăр тăван тĕлĕнсе ларнă чухне пулинччĕ. Рак. Тĕлĕнсе хуйхăрса ларнă чухне çак юррăм пусарчĕ хуйхăма. Б. Олг. Тĕлĕнсе шохăшласа çӳрет çа çын (задумчив). Юрк. Тĕлĕнсе, тĕлĕрсе ларнă чухне юрă уçат пирĕн кăмăла.
тĕлĕш
относительно. Альш. Вĕсене е Куславкканалла е Шупашкаралла леçе-леçе хăвараççĕ, тет, пирĕн ялсем. Анчах эпĕ вăл тĕлĕше пĕлсех каяймастăп вара. Бес. чув. 4. Ĕç тĕлĕшне вăл çамрăкранпах лайăх вĕренсе пынă. N. Акă мĕнтен ан намăслан, акă мĕн тĕлĕшрен суя намăс пирки ан хĕрел. ЧС. Анчах пурнăç тĕлĕшне тыта пĕлеймерĕмĕр (не сукели жить), çапла ĕнтĕ намăссăрланса сĕтĕрĕнсе çӳретпĕр (так говорили нищие старухи). N. Эй, ывăлăм, пур тĕлĕшрен те кунĕ пул. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре пăсăлмастăп. N. Çĕр çинче пур тĕлĕшрен те таса çын никам та çук. N. Пурлăх пухас тĕлĕшĕнчен калаçсан... N. Çынна хăртас тĕлĕшрен вăл пит куштан вара. N. Мĕн тĕлĕшпе эпĕ ку тĕрлĕ сан кăмăлна тупрăм та ĕнтĕ. Бес. чув. 6. Вăлах Микулая тĕн тĕлĕшпе нумай ăнлантара-ăнлантара панă. N. Эсĕ ман арăма анчах ан пăрах. Ун тĕлĕшĕнчен кăмăллă пул. Сет-к. Вăл тĕлĕшĕнчен (вăл тĕлĕшрен) эп аптрамастăп. Кан. Кирек хăш ялта хăйĕн уйрăм ăсталăх ĕçĕ паллă пулать: хăшĕ тир ĕçсемпе, хăшĕ чăпта тĕлĕшпе. N. Тытнă кайăксене сутас тĕлĕшпе. ЧК. Колхозсенчи тата шкулсемпе районри учрежденисенчи физкультурниксем граната ывăтас, сикес, чупас тĕлĕшпе спартакиадăна хатĕрленме тытăннă та ĕнтĕ. N. Январ уйăхĕнче тухмалли шурналсене вăхăтра кăларас тĕлĕшпе те типокрафире хăнт та тумаççĕ-ха. Истор. Анчах тăшмана тавăрас- тĕлĕшреи пит хытă чĕреллĕ пулнă. || Повод. О сохр. здор. Хура халăх хушшинче çак тĕлĕшпе (по этому поводу) темиçе тĕслĕ урăх сăмах та илтме пулать. Бес. чув. 15. Микулай: мĕн пухăвĕ тата? тесе ыйтрĕ, анчах ача пуху мĕн тĕлĕшпе пулнине пĕлмен. || Для. Патшалăх тĕлĕшĕнчен ĕç пит нумай. Сред. Юм. Он тĕлĕшĕнчен тем те килсе тохĕ, пит телейлĕ мар-и ô. N. Анчах мĕнле ырă çын тĕлĕшĕнчен те усаллăх тупăнать. Сл. Кузьм. 159. Сирĕн тĕлĕшрен тумаллине вăй çитнĕ таран турăмăр. Ib. 43. Ĕнтĕ эпĕ санăн тĕлĕшĕнчен тăвас ĕçе турăм. || Из-за. Кан. Çав тĕлĕшпе чирленĕ шултăра выльăха йĕтĕн е кантăр çăвĕ памалла. N. Вара Иван вăл тĕлĕшпе çулталăк та çичĕ уйăх хурлăх курса, тертленсе пурăнмалла пулнă. || С. ЧС. Ыйхă тĕлĕшпе нимĕн тăва та пĕлместпĕр. || О, об. N. Вутă тĕлĕшне тата çырса ярăр. N. Сан тĕлĕшĕнтен савăнса хĕпĕртем. || По. N. Эпĕ пĕре хамăн тĕлĕшпе шухăшлап, пĕре сирĕн тĕлĕшпе. || Через. N. Аçу миçе тенкĕ усă кӳчĕ утă тĕлĕшпе. || Шашкар. Чĕрне хори тĕлĕшне те тăрмастăп.
тĕм хура
черный-пречерный. Обозначает высшую степень черноты и выражает ее сильнее, чем хуп-хура. К.-Кушки. Тĕм-хура, очень черный (но без блеска). С йĕпкĕн-хура. Ст. Чек. Тĕм-хура, совершенно черный; йĕпкĕн-хура, черный, как смоль. Сред. Юм. Тĕм-хора, весьма черный, но без блеска. Собр. „Унăн сăнĕ (у арçури) тĕм-хура“. || Вороная (масть лошади). Ст. Чек. Хурамал. Лаши те (его) тĕм-хура, тет.
тĕме
(тэ̆мэ), бугор. Н. Карм. Янорс. Вара эпир пĕр тĕме çине улăхма пуçларамăр. N. Тури пай (луга) вă тĕмĕрех çĕрте те, тата пит пысăках та мар. Альш. Вăл тĕмере ăвăссем ӳсеççĕ. Ib. Аранçĕ тĕме пур унта (холм). Изамб. Т. Тĕме тĕллипе пирĕн ял курăнмас, ул ял тĕмере ларат. Сет-к. Атан çырми çил армансенчен леререх çам пак ик тĕме пур: пĕри пысăк, тепри пĕчĕк. Пысăккине мăн тĕме теççĕ (возвышение на ровной местности). || Курган. СТИК. || Возвышение. Орау. Пуçĕсем пĕр-пĕр тĕмерех вырăн çине ларса хура патаккине çантан утса яраççĕ (в игре). Эпир çур. çĕршыв 25. Етĕрне хули Сăрă шывĕ хĕринче, сулахай енче, тĕмерех вырăнта ларать. || Кочка. Стюх. Урамăрсем тĕме-тĕме, шуса килет пĕр çуна. || Бгтр. Алтатин конĕ тăмла йохса шăнса тĕме полсан, хăяр лайăх полать. || Яргуньк. Кайсан-кайсан вут тĕми варине çитсессĕн, çак вут çĕвĕç Хĕветĕре: эсĕ çак аршăн виçине пăрах, тесе каларĕ, тет. || Корень, пень. Собр. Пĕр тĕмере пилĕк шĕшкĕ. || Шишка. || Пяток (снопов). || Сред. Юм. Тĕме-кĕлле пĕчик ачасĕм кайăк тытма йортан копаласа тăваççĕ.
тĕмĕрт
то же, что тилмĕрт. СПВВ. ЧП. Çакă тантăшсене курасшăн икĕ хура куçăма тĕмĕртрĕм.
тĕнлет
издавать звук „тĕн“. Орау. Хура-кайăк тĕнлетнине илтсен аван мар, терĕ.
тĕнĕ
дьшовое окно в стене. Зап. ВНО. Тĕнĕ, отверстие с задвижкой в стене выше печи (в курных избах); открывалось во время топки для дыма, а после топки, если в избе замечался угар. N. Тĕнĕрен тухан кăвак тĕтĕм, çӳле каять, пĕлĕт пулать. Питушк. Тĕкĕ уç-ха. Лашм. Чӳречĕрсем çинче салат турăм, тĕнĕ тулашĕнче типĕтрĕм; мăйăр хуппи çинче пылантартăм, икел хуппи çинче йӳçĕтрĕм. N. Тĕнĕ — алăк çинче çӳлте тĕтĕм кайма; кăмака умĕнче, тĕтĕм кайма, пĕрене касса шăтăк тунă. Ск. и пред. чув. 76. Çутă кӳртмест нимĕн те тĕнĕ пек çеç чӳрече. А.-п. й. 4. Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ. Изванк. Унтан вара тĕнесене, вилнĕ çынсем ан пăхчăр тесе, ялта миçе ват çын вилнĕ, çавсене пурне те асăнса, унтан ан пăхăр, луччă алăкпа кĕрĕр тесе хупса питĕрсе лартрĕç. Хунă вăхăтра вилнĕ çын кĕлеткен курăнса тĕнĕрен пăхать те, ăна чĕрĕ çын курсан вилет тетчĕç, çавăнпа тĕнĕсене питĕрсе лартатчĕç. (Поминки). Чăвашсем 33. Çав пумилккене вилнĕ çынсем пит нумай пыраççĕ, терĕ. Ăна хăмăт виттĕр тĕнĕрен пăхсан, вăсем пурте курăнаççĕ, терĕ. Чураль-к. Ай пусăк пичи, пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет, çӳхеме те çисе ячĕ, такмакăма та çисе ячĕ, хама та çисе ярать. Баран. 8З. Пӳртĕн пĕр енчен çĕрпе тан туса тĕтĕм кайма тĕнĕ каснă. Ib. Тĕннин çӳлĕшĕ пĕр аршăн, вăл уçăлать те, хупăнать те. Сала 144. Ку пуртă илет те, тĕнĕ туса парать. СПВВ. МС. Тĕнĕ — кăмака çинчи сĕрĕм тухмалли шăтăк. СПВВ. ЕХ. Тĕнĕ — хура пӳртĕн стенине тĕтĕм тухмашкăн шăтарни. СПВВ. ФВ. Тĕнĕ — пӳрте стенана шăтарса пĕчик шăтăк тăваççĕ: вăт хутса çунтарсан сĕрĕм тухтăр тесе ăна уçса пăрахаççĕ. ЩС. Тĕнĕ — слуховое окно в черных избах. Изамб. Т. Ашшĕ-амăшĕ хăй килĕнчен кайнă чухне хăйĕн ачисене çапла каласа хăварат: астăвăр! килтен ниçта та ан кайăр; каç пулсан тула пĕччен и тухăр. Тĕнĕре калаçни илтĕнсен турчăкапа чышса çапла калăр: кунтан вăталăх тетесе кайрĕçĕ, çавăнта кайăр, кунта çук. Сред. Юм. Тĕнĕ или кошак чӳречи — алăк панчи пĕчик шăтăка калаççĕ. N. Тĕнĕ — вентилятор. СПВВ. ПВ. Тĕнĕ — форточка. || Дымовая труба. Баран. 17. Темиçе сукмак тăвать, темиçе тĕнĕ кăларать.
тĕнĕ пăкки
закрышка отверстия в стене бани и курной избы. Трхбл. Юрк. Арăмĕ çапла тĕнĕ пăкки пек хуп-хура алшăлли пырса тыттарнă. N. Тĕнĕ пăкки — тряпка, которой затыкают дымовое отверстие. || Темный, дикий, нигде небывалый мужчина или женщина. Трхбл.
тĕнкĕлтет
издавать звук „тĕнкĕл“. Кума-к. Хура лаша вырăнчен те туртса тапратаймарĕ, тет. Çав вăрмантах пĕр хура шăна тĕнкĕлтетсе çӳретчĕ, тет. Çавна кӳлсе ятăм та, çав хура шăна киле туртса çитерчĕ, тет.
тĕнче хĕрри
край света. N. Чăнах та, сасартăк хура пĕлĕтсем тĕнче хĕрринчен çĕр айĕнчен сиксе тухаççĕ.
тĕп
частица образов. формы превосходной степени. N. Арпус çап-çаврака пулсан та, ун çинче ларакан шăнана вăл тĕп тӳрем пек курăнать пулĕ, тет. Чув. календ. 1911. Çурçĕр енчи, тĕп çурçĕр енчи чи сивĕ вырăна çурçĕрти полюс теççĕ. Кан. Çырмисенче пулă алăпах тытмалла, çĕрĕ тĕп тикĕс, хура тăпраллă. Стюх. Тĕп тĕмеске. Юрк. Пакку çинчен тĕп тĕрĕс пĕлтĕм (точно узнал). Толст. Пĕр кĕрепенке тĕп тĕрĕс касса ил. Орау. Тĕп тĕрĕс, как раз. Изамб. Т. Укçана шутласа пăхрăм та, тĕп тĕрĕс (все целы). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурте тĕп тĕрĕс пулнă. Ал. цв. 28. Çак пурне те хăратса тăракан тискер сăнăмпа эпĕ ĕнтĕ тĕп тĕрĕс вăтăр çул пурăнтăм. Якейк. Текерлӳ çăмарти тĕп тĕрлĕ. Ib. Тоттăра тĕп тĕрлĕ шăтарнă. Ib. Уйăра тĕп тĕп-тĕрлĕ кĕтӳ çӳрет. В. Олг. Тĕп тĕрлĕ йĕм. Панклеи. Кайăк тытас килет-и сан, çав чăршă тăрнче вакша тем чохлех, тет. Кайса пăххăрм та, чăнах вакша тĕп тĕрлĕ йывăç тăрнче. КС. Пăшал паллине тĕп тĕрлех тунă (тивнĕ, много дробин попало). N. Пĕрик эрне хушшинче уя тĕп тĕрлĕ çĕмел лартаççĕ. Paas. Тĕп тĕттĕм, совсем темный. N. Çанталăк тĕп тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. || Совершенно, окончательно. Собр. Тарçа-тĕрçе шанакан хăрах куçсăр пулнă; ывăла-хĕре шанакан тĕп куçсăр пулнă, терĕ. Б. Хирлепы. Тарçа шаннă, хăрах куçсăр пулнă тет, улне-хĕрне шаннă, тĕп куçсăр пулнă тет, терĕ. Трахома. Çапла чир ик-виç çулта çынна тĕп суккăрах туса лартать. N. Тĕп суккăрри пулмасан, куçĕсем пăсăлса çӳрекенсем те пулин пур, тет. N. Халăха кирлине тĕп татса çырайман.
тĕп
дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.
тĕпек
хохол. СПВВ. Тĕпек, хăрпу. Альш. Шурă кăвакалăн тĕпек çук. ЧП. Шур кăвакарчинĕн тĕпек çук. ЧП. Кăвак кăвакарчăн тĕпек куç. N. Кăвак кăвакарчăнăн тĕпек çук, шур кăвакарчăнăн çунат çук. Пазух. † Кăвак кăвакарчăнăн, ай, тĕпек çук, пирĕн çамрăк пуçа та, ай, телей çук (авалхи юрă). Образцы 45. † Кăвак кăвакарчăнăн кăвакĕ çук, шурă кăвакалăн тĕпекĕ çук. Ядр. Ки-ки-ри-ки сар атан, сан та пуçра тĕпек çук, пирĕн те пуçра калпак çук. Яргуньк. Кăткăтăки сар чăххи, санăн пуçра тĕпек пур, манăн пуçра калпак çук. ГФФ. † Пуç тĕпекки-масмакки. (У жены бедняка) хохол на голове — масмак. || Гребешок (у птицы). Якейк., Чертаг. || СПВВ. ЕХ. Тĕпек – çĕлĕк тӳпи. || Темя. || Икково. Атьăр ăна тĕпек туртар (за волосы, чтобы женился)
тĕпĕр
подраж. топанью ног, стуку шагов. В. Олг. Орине тĕпĕр, тĕпĕр, тĕпĕр тапкалат (салтак). Стучит ногою. Б. Олг. Парапан çапнă чох тĕпĕр-тĕпĕр-тĕпĕр, тĕп-тĕп-тĕп, тет. ЧП. Тĕпĕр-тĕпĕр кайрăмăр, тĕп вăрмана çитрĕмĕр. Мижули. Тата пăртак выртсассăн тепĕр хут тĕпĕр-тĕпĕр тесе карăç. ТХКА 49. Тĕпĕр-тĕпĕр тĕпĕртетсе пыраççĕ. Абыз. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, ланкашкана кĕрех каять. (Кăвар кăларни). N. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, нӳхреп сăрине пĕтерет. Яргуньк. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, хура лутра хĕр килет (едет со стуком, но без звона, плохо). Янтик. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пирĕн тетене вăй килет. Пазух. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, тухăр пăхăр кам килет. Лашм. † Тĕпĕр те тепĕр ут килет, тухăр та пăхăр кам килет. Шел. 60. Тĕпĕр-тĕпĕр ут ури пĕр-пĕринчен иртеççĕ. || Подр. легко рассыпающемуся предмету.
тĕпрен
крошиться. Кĕвĕсем. Тытăтăм хурăтăм ыр ут çине (возжи): уки тĕпренесрен хăратăп. Ib. Арман умĕ хĕрлĕ чул, тĕпренессĕн туйăнать. N. Хура чукмар тĕпренмест, ват старикĕн чун канмасть. С. Дув. Приюм пусми чукун пусма, пусмассерен тĕпренет.
тĕрле
вышивать, делать узоры, рисовать. N. Алăсăр, урасăр тĕрĕ тĕрлет. (Хĕл сивви). ЧП. Тĕрле (шурă кĕпе çухине). Чертаг. Тĕрленĕ хăю, обшивка женской рубашки. ||Строчить (напр., ворот чапана). Торх. Альш. Хай пысăк шапа хутаç çăварне уçат та, ку ухмаха çав тĕрлĕ лайăх хаклă йыши чулсемпе тĕрленĕ çĕрĕ кăларса парат. Образцы 17. † Хапхăрсене кам тунă, юписене тĕрленĕ. СТИК. Ку пӳрт умне епле тĕрлесе пĕтернĕ. Фасад дома разукрасили резьбой. || Писать. Сан çинчен приккасра тĕрлесе хунă, тет. || Полосовать.
тĕрĕлĕ
тĕрĕллĕ, с вышивками, узорами, рисунками. Альш. Матур ача атăлă, атти тĕпĕ çырулă, пуснă йĕрĕ тĕрĕлĕ. Собр. Шурă кĕпе тĕрĕлле, каччăсене кăмăллă. Бес. чув. Авă пĕр чăваш иртсе кайрĕ, çуни тĕрĕллĕ, лаши паттăр. Ст. Шаймурз. Тĕрĕллĕ черкисем аллисенче. Ачач 5. Сурпанĕпе пуç тутрийĕ те вĕрçĕн, пит илемлĕ тĕрĕллĕскерсем.
тĕрĕсĕр
без вышивки. ЧП. Улача кĕпе тĕрĕсĕр. Никит. Хĕрлĕ кĕпе тĕрĕсĕр, каччăсене кăмăлсăр; шурă кĕпе тĕрĕллĕ, каччăсене кăмăллă.
тĕркĕш
тесниться, грудиться. Эпир çур. çĕршыв 12. Хĕлле пирĕн пӳртре путексем те, пăрусем те пурăнаççĕ. Çапла тĕркĕшсе пурăннă пирки сывлăш таса пулаймасть. Туперккульос. Çынсем пĕрле тĕркĕшсе пурăннă çĕрте, вĕсем хушшинче тĕрлĕрен çын пулать. || Шуметь, возиться, толкаться. Сред. Юм. Тĕркĕшсе çӳрет, борется, играег, возится, валяется. Ib. Мĕн тĕркĕшсе çӳрен тумтире ватса. Аттик. Ача-пăчасем хĕпĕртенипе çĕрĕпех тĕркĕшеççĕ. Ст. Чек. Тĕркĕшес, кĕрешкелесе çӳрес (возиться, бороться, драться, о детях). N. Ярмăнкă вăхăтĕнче усĕрлекен те, тĕркĕшсе çӳрекен те нумайланчĕ. || Бегать быстро. СПВВ. ФИ. Тĕркĕшес — пит хытă чупса çӳресе шавлани. Хурамал. Сурăхсем хушшине кашкăр кĕрсен, сурăхсем тĕркĕшсе чупаççĕ (пĕрин çине пĕри таптаса чупаççĕ). || Волноваться. N. Хура халăх çавна китсен пăлхана пуçланă, унтан патаксем шырама тытăннă. Çапла халăх тĕркĕшнине курсан тиексем, старшинасем урам тăрăх тарса хăтăлнă. || Пылать (об огне). КС. Вут тĕркĕшет (пылает). || Браниться. КС. Хыт тĕркĕшрĕç вăлсам. || Ссора. Б. Олг. Тĕркĕш туас мар! || Тесно. Шел. П. 67. Урамĕсем питĕ пылчăк, пасар таврашсем тĕркĕш. || Шумно. N. Ир тăрса каç выртиччен тĕр-тĕр туса тĕркĕш пурнакан çеме пек иртсе каять. || Встр. в сложении: вăрçă-тĕркĕш.
тĕрлĕ
разный, различный, разнообразный, всевозможный; всякий. А.-п. й. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Чăв. юм. 1919. Шыв хĕрринче чăнахах та тĕрлĕ çĕртен тухатмăшсем пуçтарăннă. N. Чăвашсем хĕлле тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ пурнаççĕ. Кив-Йал. Чăвашла сăмах тĕрлĕ вĕт вăл чыстă. N. Тĕрлĕ кун кунта. N. Манран тĕрлĕ майпа чăвашсен пурăнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Кама 30. Тĕрĕксен те çынсем тĕрли пулаççĕ, сирĕн пеккисем те пур вĕсен, пирĕн пеккисем те нумай. N. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек. N. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Вишн. 64. Çав сĕтне урпа шывне мĕн чулĕшер илсе хутăштарас пулать-ши? Вĕсене тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕшер илсе хутăштарас пулать. N. Ака (плуг) тĕрли пур. Сред. Юм. Тĕрлĕ кил ăшчикки. (Гов., если в доме не одна семья). N. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă. О Японии. N. Хуртсем вĕсем тĕрли пур. Сред. Юм. Пĕр тĕрли кайрĕç онта. Некоторые пошли туда. N. Ку тĕрлĕ, мĕн тĕрлĕ, виç тĕрлĕ, урăх тĕрлĕ. || Неодинаковой продолжительности. Баран. 121. Тĕрлĕ йывăçăн ĕмĕрĕ тĕрлĕ. || Хурамал. Кĕлле тăрсан, кашни тăмассерен харкам хăйне пĕр тĕрлĕ асăнса чӳкленĕ. N. Çĕр салтак çĕр тĕрлĕ калаççĕ. || Юрк. Пĕр тĕрлĕрех пурăнакан çынсем. Ст. Чек. Пĕр тĕрлĕ, ку тĕрлĕ. Ib. Пĕр тĕрлĕ тăратпăр-ха. || Ходар. Чӳклемене вырăсла пурăнакан чăвашсем те тăватчĕç, анчах вăлсем урăх тĕрлĕрех тăватчĕç. || N. Вăл тĕрлех çиленсе ан пĕтер-ха. N. Анчах çав тĕрлĕ савăнăçлă пурăнăç манăн часах улшăнчĕ. Тим. Шурă хурăн ӳсет мĕн тĕрлĕ? Çулçисем çаврака çав тĕрлĕ. Янтик. Аслă вăрманĕсем мĕн тĕрлĕ, çулçисем тăкăнаççĕ çав тĕрлĕ; пирĕн аппа-йысна мĕн тĕрлĕ, пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ. || С. Тим. Эх пархатарсăр, пĕрте çын тĕрлĕ хăтланмастăн-ĕçке (çын тĕрлĕ, прилично, пристойно). || Вид. Баран. Ыраш икĕ тĕрлĕ пулать.
тĕс пар
укрясить. Лашм. Урампа анать арча усламçи, кăвак сутать, илетри, кăвак супăнь пире тĕс памасть, авалхи тус пире халь пăхмасть. || СТИК. Пирĕн килте хура ĕне тĕс памас. У нас черная корова не ко двору. Сĕт-к. Кот пырĕ хăть: тĕс парĕ. Альш. Памас елшелсене арман тĕс. Мельницы альшеевским не ко двору.
тĕсет
замечать, обращать внимание. Альш. Эпир хăш çулпалан кайнине икĕ хура куçăрпа тĕсетĕр. Кĕвĕсем. Тĕрлĕ йăвăçсем хушшинче тĕсетет-çке улма йăвăççи. || Поправлять. Шаймурз. Атя, акка, ăсатам, тухьюсене тĕсетем (укçисене сĕре-сĕре тасатас). Альш. Атя, йăмăк, ăсатам, тухью тăрне тĕсетем. Образцы 106. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр, пусмăрсене тухса тĕсетĕр, эпир хăш çулпала кайнине икĕ хура куçăрпа тĕсесемĕр. Икĕ хура куçăрпа тĕсесессĕн, чĕнтерлĕ кĕпер урлă каçарăр. СПВВ. Ăсататăр пулсан ăсатăр, пусмăрсене тухса тĕсетĕр. || Бить (кого-либо). Орау. Ачана тĕсетсе янă. КС. Паян пасарта пĕр çынна пиçиххипе тытса лайăх тĕсеттĕрĕç (поймали с украденным кушаком и сильно били). В слове тĕсет есть оттенок злорадства и безучастное отношенне говорящего к предмету суждения.
тĕтрелĕ
тĕтреллĕ, туманный, пасмурный. N. Çанталăк йăсăрланса тăрать, тĕтрелĕ çанталăк пек. СПВВ. ИА. Кĕркуннехи ирсем тĕтреллĕ пулаççĕ. Орау. Тĕтреллĕ-масарлă паян, пĕртте путлĕ мар çанталăкки. Трахома. Шурă илни этем куçне тĕтреллĕ кăтартать. N. Тĕтрелĕ пĕлĕт.
тĕшĕр
мять. Альш. Хорачка. Олăм тĕшĕр (мять, напр. для корма скоту). СПВВ. АС. Тĕшĕрсе тăкнă = ахаль тап-таса тăкнă. Сред. Юм. Ыраша тĕшĕрсе тăкнă (потравили, смяли). Хурамал. Выльăхсем тырра тĕшĕрсе пĕтернĕ (= тап-таса пĕтернĕ). || Положить в лоск. Чист. Сунт. Анасем урлă тусан кăларса вăл çынна пĕр самантрах хуса çитсе тĕшĕрсе ӳкерчĕ. || Свалить. Сред. Юм. Ута тĕшĕрейсе антарчĕ, çавăн чол нăмай антараççĕ-и ôна? Б. Крышки, Яндоуши. Тĕшĕрсе ан, свалиться. || Бить. Ст. Чек. Тĕшĕрет, хĕнесе ӳкерет. || Есть (о скотине). Ст. Чек. Тĕшĕрет — нумай çиет. А.-п. й. 69. Ерхипĕн хура ĕни пырать те, чустана кавлесе тĕшĕрмех тытăнать. Ib. 112. Кĕркури кайсанах, лешсем кĕсрене туртса антараççĕ те, тĕшĕрсе те яраççĕ.
тройккă
труйккă, тройка. Ст. Арасл. Лаша пури лашапа, лаша çукки тройккăпа. Кĕвĕсем. Виç труйккă лашам пур, пĕрне сутас тертĕм пур. N. † Мăн çул çинчи тусанне тройккă лаша хускатрĕ (подняла). Бел. Гора. Хура-турă утсене труйкка кӳлсе Хусан купси каять Макарйăва.
тьыха
жеребенок. Букв. 1900. Туман тьыханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. Шибач. Йопах тьыха – виçĕ хĕл каççĕр тĕк, акана кĕчĕ. N. Кĕсре хăмларĕ, тьыхи кĕсре пулнă. Чаду-к. Çавăнпа та туман тьыха пилĕкне ан çапса хуç, теççĕ. N. Пĕчик çеç тьыха выллясан, йĕпене каять, теççĕ. N. Сăмах „туман тьыхан пилĕкне ан хуç“ ăçтан тухса кайнă? Амăшĕ ачине каларĕ, тет: шурă чăх çăмарта тусан, тьыха илĕпĕр. Ачи: тьыха илсен, эп утланăп, тесе каларĕ, тет. Тыха пилĕкне хуçсан, тьыха пилĕкне хуçсан, тесе хĕнесе пĕтерчĕ, тет, ачине амăшĕ. Сред. Юм. Чĕчĕ тьыхи, çӳмен тьыха, хӳре картнă тьыха. Образцы 49. † Пирĕнех те хирсем пит лапах мар, пăлан тьыхи выртас çĕрсем мар. Янтик. † Уччаскасем касса уйсем турăм, теçеттине касса çул турăм юпах тьыхапа выляма. Букв. 1900. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. Тьыхалă, имеющий жеребенка.
чав
подр. звуку, который издает воробей, когда храбрится. КС. Салакайăк аçи чав-чав! чав-чав! туса пырать (подпрыгивает). || ЧП. Шăпчăк та авăтать чав-чав тесе, хура вăрманти хурăн çийĕнче. || Подр. лаю собаки. N. Чав-чав, лай, чавканье. || Встр. в сложении: чăв-чав.
чакар
убавить, сбавить, понизить. Кан. Анчах унашкал вăрмана пачах укçа тӳлемесĕр памаççĕ, чакарнă хакпа параççĕ. ЙФН. Апи пачĕ хура йĕне, савса паман япалийĕ сунă суман чакарчĕ (убавила молока). Скотолеч. ЗЗ. Унăн шатра çилли çине тухать, сĕтне чакарать. N. Чакарса кăтарт, показать меньше действительного. || Уменьшать, сокращать. N. Урпа вăл çăпан пек тухат, ăна вара урпапа сăваççĕ. Пирвай тăххăртан пĕррене çитиччен суса чакараççĕ, унтан вара çиччĕрен, пиллĕкрен, виççĕрен; унтан пĕре пĕресĕр теççĕ те, урпине пăрахаççĕ. || Пятить назад. Сĕт-к. Эй ослап! Çапла чакараççи ута!
чакак
сорока. А. Турх. Чакак вăл – вăрăм хӳреллĕ вĕçен кайăк, ула, хĕлле те ăшă енне каймас, чакакак тесе çӳрет. Сăмси вăрăмрах. Хӳри хура, вĕçĕнче улаллă çавăрăнать. Юрк. Чакак-чакак, чакак амăш Чакăлтăмра, ачи-пăчи арчара, у-у-ух! Ст. Чек. Чакак кăшкăрсан (кушак питне çусан), хăна килет. (Поверье). Букв. 1900. Чакакăн мĕн пур сăвви те пĕрре анчах. N. Чакак çамартине чĕлхесĕр çын çисен, чĕлхесĕрри калаçакан пулать, тет. (Поверье). || Яз. имя мужч. Орау. Рекеев. || Яз. имя женщ. Рысайк., Рекеев, Н. Карм.., Н. Седяк., Т.-И.-Шем. || Хр. имя женщ., Наталья. Ст. Чек. Чакак — Хĕлип арăмĕ. || Прозвище мужч. N. Чакак Иван, если прозвище получил сам, в смысле „Иван Сорока“; Чакак Иванĕ, если прозвище получил по наследству и если получил прозвище по какому-то отношению к сороке или сорокам: „Иван Сорокин“. Альш. Чакак Ванькки. Б. Олг. Чакак Ентри.
чакан
палочник (болотное растение). ЧП. СПВВ. ТМ. Чакан – шывра ӳсекен сарлака хăмăш, унăн пуçĕ пĕр шите яхăн патак пек хуп-хур, çавна чакан теççĕ. СПВВ. Хура шыв юхат явăнса, хумăшпа чакан хушшинче. Сунчел. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Менча Ч. Акнă тыррăн пӳне хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Из моленья чӳклеме). Лашм. Çеçен хире тулă акрăмăр, тĕпĕ пулчĕ хăмăш пек, тăрри пулчĕ чакан пек. N. Тырă-полă чакан тăрăллă полтăр, хăмăлĕ хомăш пек полтăр.
чакан тăрри
головка палочника. Н. Шинкус Т. Пучаххине чакан тăрри пек пар (хăмăш тăрринчи хура пуç пек пар). Ст. Чек. Чакан тăрри, черная шишка на палочнике. СПВВ. ЕХ. Чакан тăрри — чĕрес тĕплекен хăмăш пуçĕ.
чакăр
(чагы̆р), назв. цвета, белесоватый, светлоголубой, голубой. Уганд. Чĕлкаш 58. Хĕрлĕ питлĕ, чакăр куçлă хĕрарăм. СПВВ. ФИ. Кăвак куçлă çынна чакăр куçлă, теççĕ. СПВВ. КЕ. Чакăр — кăвак, витĕр куракан куç. Хорачка. Чакăр коçлă çын. Альш. Ку чăвашăн сăрă куç та хура куç, пур чакăр куçли те, анчах каллах сахал-тăр вăл. Чертаг. Чакăр куç = кăн кăвак. Ст. Чек. Чакăр куç, черные глаза: зрачек и радужная оболочка совершенно черные. Ib. Чакăр куç = пысăк саланса тăракан куç. Янтик. Кăвак кăвакарчăн чакăр куç, кам куракан тулă сапсамăр. Изамб. Т. Чакăр куç, беловато-голубые глаза. Тюрл. Чакăр куç (= симĕс куç). Сред. Юм. Чакăр куç, голубые глаза. СПВВ. Чакăр шăрçа куç. || Серый. Сред. Юм. Пичче шăлнĕ пулаччин чакăр халат пулас та пичче çинче çӳрейрес. Турх. Чакăр шинел. N. Вĕсен яка тирĕ чакăр хĕрлĕпе кăвак тĕссене пĕр çĕре пуçтарса илемленнĕ. N. Чакăр симĕс çăра çулçăсем хушшинче ăраснах илемлĕ капăр тĕклĕ кайăксем пурăнаççĕ. || Седой. Календ. 1904. Ватă енне кайсан лашан хăлхи усăнса тăрать, хура лашан чакăр çăмсем, кăвак лашан хĕрлĕ çăмсем тухаççĕ. || Косой, косоглазый; имеющий серые глаза, как у лошади. Зап. ВНО. Чакăр куç, раскосой. Начерт. 193. Чакăр, косой. СПВВ. ТМ. Чакăр = шур илнĕ куç. Б. Олг. Чакăр коçлă ут, пĕр коç чипер, тепĕр коçĕ шорăллă мĕнлĕ. Пшкрт. Эй чакăр коç. СПВВ. МС. Ку лаша чакăр куçлă. Хурамал. Чакăр куç = куçне çавăрса пăхакан. Кан. Чакăр куçăма шур чатăр карнă. Юрк. Чакăр куç, разноглазый.
чалăш-чăлăш
все кривое, ненормальное. Ск. и пред. чув. 103. Чалăш-чăлăш хура пӳрт . Вкось и вкривь. КС. Чалăш-чăлăш кусакан урапа тухса çӳреме лайăх мар (кӳпчекĕсем аслăлансан).
чап
слава. Истор. Çапла унăн чапĕ пур çĕре те сарăлнă. Алешк. Çак Саплăк хĕрĕсен чапĕ чаплăша, эпир савса эпир илес çук. Ст. Чек. Чап каять, идет дурная слава. || Честь, доброе имя. С. Алг. Чаплă хĕрĕн чап каят, чап каят та час каят. С. Дув. Листа-листа шурă хут, çырса пĕтсен çырмана, чаплă-чаплă хĕрсене чапĕ кайсан урçана. Юрк. Ĕнтĕ ятăр кайтăр, чапăр кайтăр вунçичĕ çулхи сарă хĕрпелен. Кĕвĕсем. Чаплă чаплă хĕрсене, чапĕ пĕтсен, урçана. Сл. Кузьм. 74. Ялăн ырă чапне çухатаççĕ. || Молва, сплетня, слух. Алешк. Эпир сарă хĕрпе выляки сарăлминччĕ чапĕ ял çине. N. Атăлăм варинче улма йăвăç сарăлминччĕ çулçи шыв çине; эпир савнă туспа пурăнни, чапĕ сарăлминччĕ ял çине. N. Чап çӳрет, носится слух, молва. N. Чап тухнă, появилась молва, сплетни. N. Кăçал нимĕнсĕрех ун сăмахĕпе Иван çинчен чап ячĕç, халăх укçине вырăнсăр нумай пĕтернĕ тесе.
чапруш
назв. узора. К.-Кушки. Чапруш (тĕрĕ): кумми тăват, пĕрчĕ хĕрлĕ, иккĕ шурă, ун варринче пĕр пĕрчĕ кăвак.
чара
назв. домашней утвари. К. Розанова. N. Чара — чуста çăракан пытăк чашкă, большое деревянное блюдо, в котором замешивают пресное тесто. || Деревянное блюдо. Изамб. Т. Чара. Ăна йывăç тĕпĕнчен тăваççĕ, унта сăра яраççĕ сĕтел çине лартма. N. Чӳклеме пурт варрине сĕтел лартатчĕç, сĕтел çине пысăк чарапа ашне лартатчĕç. И. С. Степ. Чара — большая чашка. Н. Карм. Чара — пысăк тиркĕ. Вир-йал. Шурă сĕтел çинче шурă чара, шурă чарара шур кулач. ТХКА 10. Чара тирки пек ывăс сарлакăш кăмпасем. || N. Ыраш çăнăхне чарине 1 тенкĕ те З8 пуса пур теççĕ, а креçе çăнăхне 1 т. те 40 п. сутатпăр.
чарлак
назв. птицы. Козыльяр. Чарлак – шурă, хура пуçлă кайăк, кăвакал пек.
чарлан
цапля. Чертаг., Орау. К.-Кушки. Чарлана вăрман тăршшисем чаппур тесе калаççĕ. Шибач. Чарлан – пысăк кайăк (водян.), ори вăрăм (кăвак). Кипек. Чарлан, цапля (с длинными ногами, серая). Аккоз. Чарлан пек сикет. || Чайка. Н. Карм. Чарлан — шурă, шыв çинче пулă илет. || Мартышка (птица). Маленькая болотная птица с рогами.
чатăр
шатер, палатка, шалаш, беседка. Образцы 26. † Чатăр айĕнче ӳснĕ эпир. Ск. и пред. чув. 28. Çуркуннехи пĕлĕт кăн-кăвак пĕлĕт чатăр пек ăна (хĕвеле) витсе çеç тăрать. Ib. 98. Кăвак пĕлĕт чатăр пек. N. Кунта виçĕ чатăр карар. Устроим здесь три шатра. О сохр. здор. Тата хăш чухне чатăр тăваççĕ. Чатăра та хушă (шалаш) пекех тăвас пулать. Юрк. Чи аслă улпучĕ, хăй салтакĕсенчен пĕр энерех кайса, чатăр ăшне кĕрсе выртат. Трхбл. Çурăм пуçсем килет ай шуралса, шурă чатăр карса чарнас çук. Кильд. Чатăр картăм улăха, типтĕр терĕм хĕвелпе. Калашн. 26. Тĕве каçан хушшинче пырать чӳхенсе çӳремелли чатăрсен йăрăм аркисем. Мотаясь, висели меж твердых горбов узорные полы походных шатров. || Полог. Якейк. Чатăр вăл мăн шăналăк, онпа çулла тола вырăн (постель) тăваççĕ. || Н. Седяк. Чатăр, вĕçен кайăка тытмалли. || ЙФН. Пичи, лаша кӳлсе пар, инке, чатăр кӳртсе пар, атьăр каяр улкаша. || Белая Гора. Чатăр сурпан кӳтĕмĕр, пуçĕ тавра яврăмăр, укçалă хушпу кӳтĕмĕр, пуççи тăррине лартрăмăр.
чаш
(ч’аш, цаш), подр. шипению. ЧС. Насвуспа сирпĕтеççĕ те, пĕренесем чаш! тăваççĕ. N. Çичĕ ютăн картишне хура юманпа çавăрнă, хура çĕлен илешнĕ, кĕрсессĕн те чаш тăвĕ, тухсассăн та чаш тăвĕ, епле тухса çӳрĕп-ши. (Хĕр-йĕрри). К.-Кушки. Хурăнлăхра çĕленлĕх, кĕрӳçĕн те чаш тăвĕ, тухуçăн та чаш тавĕ. N. Ютсен пахчи хăмăшлăх, хăмăшлăхра çĕленлĕх; кĕрсессĕн те чаш тăвĕ, тухсассăн та чаш тăвĕ. N. Ютăн картишĕ юманлăх, тухсассăн та чаш тăват, кĕрсессĕн те чаш тăват. (Хĕр-йĕрри). || СТИК. Витрене чаш! тутарчĕ (выплеснул воду из ведра). Сред. Юм. Пĕр витре шыв ăсрăм та, хыçалтан пырса чаш тутартăм. Букв. 1908. Вăл чарăнчĕ те кушакпа йытта шывпа чаш! тутарчĕ. Ст. Чек. Чаш тăкат, выливает сразу, с звуком. || N. Чăпăрккăпа чаш тутарат (ударяет). ПТТ. Хулăпа чаш тутарат (ударяет, на Сĕрен). Сред. Юм. Холăпа чаш тутарайчĕ пĕррĕ лашине, туххăм таçта каяйса кĕчĕ. Г. А. Отрыв. Чаш-чаш, чаша кĕлтия кĕлти, тӳп-тӳп, тӳпе кĕлтия кĕлти. (Тырă тӳни). || Ямаш. Чаш! чаш! Чашлаттараççĕ (час çораççĕ). {{anchor|DdeLink11929948977395}} || N. Вăл сăмсан чаш ӳсĕрсен çутă курăнать, ун куçĕсем çурăм-пуç çути пек. || Густо, как щетка. Орау. Ку çăмăр хыççĕн калчасам чашах персе тухрĕç. После этого дождя всходы взошли густые, как щетка. Ib. Çурăмăнче шăрчĕсем чашах (торчат, как щетина, у блохи).
чашла
шуметь. КВИ. Хура вăрман тĕк тăрать. Тăрсан-тăрсан, чашласа çил вĕрнипе вăранать. || Кан. Иртен пуçласа Каçчен пăчăкăсем чашлаççĕ. || Журчать (о ключах, источниках). Ст. Чек. Шывĕ чашласа, шавласа тухнăран. Н. Тим. Çеçен хир варринче çăл чашлат. (Кăткă тĕми). || СТИК. Сăмавар чашласа ларат (кипит, но не сильно). КС. Сăмавар чашласа (шиласа, кĕрлесе) вĕрет. (При кипении самовара могут быть и другие звуки). Ib. Парахут пăсне кăларнă чухне чашлать (пароходная машина. В Сред. Юм. Чашлатать). Хурамал. Шеп вĕрекен шыва калаççĕ: чашласа вĕрет, теççĕ. Про сильно кипящую воду говорят: она кипит ключом. || Шипеть (о змее). N. Чашлать (çĕлен). КВИ. Вилĕм яшки вĕрет-çке çĕлен пекех чашласа.
чашлаттар
понуд. ф. от гл. чашлат. ЧС. Пĕр хитре хура тумтирлĕ çын насус пырши вĕçĕнчи кĕпçерен тытнă та, пушар çинелле чашлаттарать анчах. Ал. цв. 27. Çӳлелле чашлаттарса тăракан шывсем чарăннă. Якейк. Чӳкле выльлянă чох пĕр-пĕрне шупа чашлаттараç анчах. Ib. Прик-виççĕ чашлаттар-ха, ăшă пĕре те çок (прик-виç корка ăшă пар-ха). || КС. Хулăпа чашлаттарчĕ. Сред. Юм. Йорпа уткаласа тăракан ачасĕне çона çинчен анса пĕр-иккĕ чашлаттарчĕ те, ачасĕм таçта тарса пĕтрĕç. || КС. Йĕтеме, урайне шăппăрпа чашлаттарса шăлаççĕ. || КС. Ĕне пăрланнă шыва чĕлхипе чашлаттарса çулать. || КС. Эпĕ пĕр паккус чашлаттарса тухрăм. Сред. Юм. Пахчара пăртак ĕнер çăлса пĕтерейменни утă порччĕ те, çавна тохса чашлаттарса пăрахрăм (выкосил). || КС. Пăчкăпа чашлаттарнă сасă илтĕнет. Слышится (издали) шум пиления. || N. Мĕскĕн выльăх-чĕрлĕхсем, ĕнесемпе сурăхсем чашлаттарса çиеççĕ. || Малт. ик. вĕр. фиç. 113. Пĕлĕтрен чашлаттарса çăмăр çăвать. КС. Çăмăр чашлаттарса çăвать (шуршание с шипением). Шурăм-п. Çумăр хытăран хытă чашлаттара пуçларĕ. Н. Тойдеряк. Шыв ăсаççĕ те кама курнă ăна чашлатараççĕ. КС. Пĕр ывăç сĕлĕ илчĕ те, мана питрен чашлаттарчĕ. Ах ыраттăрĕ-çке! || КС. Сӳсе чашлаттарса шăртлаççĕ. Кудель чешут щеткой, при чем слышится своеобразный шум. || О санях по мягкому снегу. Paas. || Валять (т. е. писать на скорую руку разл. вещи).
чашкă
чашка, блюдо. ГФФ. † Шур чашкăра шурă пул. В белой чашке — белая рыба. Якейк. Витрен тăрри йăви пĕчĕк чашкă пак вăр çаврака. Ау 178. Сăмавар лартса чашкă туни шурă шарăхли пирĕн вăл. Никит. Чашки-чашки шур шăрçа, сапса ярса пулмарĕ. N. Чей чашки, чайная чашка. II N. Çуртра тиркĕ-чашкă шăлтăртатмасăр çук. В доме не обходится без стука посуды.
чашкăр
подр. шипению змеи, шипеть. N. Çĕленĕн чашкăрса çӳрет. Ходит и шипит, как змея. Такмак З. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмавар пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Сред. Юм. Вĕресе тохнă сăмавар чашкăрса ларать. Ib. Сăмавар ăшне вăт чăртсан сăмавар чашкăрать. СТИК. Çатма çине çу сĕрсе икерчĕ пĕçернĕ чухне çатма чашкăрать. КС. Çу вĕри çатма çинче чашкăрать, шачăртатать (потрескивает). Юрк. Вăрçнă чӳхне çĕлен пек чашкăрнине курсан, çĕлен юлашки çакланнине те сисет. N. Хуп кĕпер çинче пĕр чашкăрса выртакан хура çĕлен куртăмăр. (Мăн кĕрӳ такмакĕ). Ст. Чек. Чашкăрса çĕлен килет (шипя). Якейк. Вĕре çĕлен армантан тохса пирĕн çипа чашкăрса иртсе кар. || Дуть (о ветре). Шурăм-п. Иллим кунĕ çил вĕрсен, çулталăкпех çил чашкăрать, теççĕ. || Шуметь. Н. Байгул. Чăрăш тăрри чашкăрсан, çил тухат. Альш. Хăш-хăш пахчара хăвасем сарăлса ешĕрсе чашкăрса лараççĕ вара çула шыв хĕррипе. Байгул. Хумăш тăрри чашкăрсан, çил тухасси çавăнтан паллă. Сред. Юм. Çôрхи шыв чашкăрать. Ib. Çорконне шыв чашкăрни тастан илтĕнет. || Толст. Йăмра чашкăрса вутпа çуна пуçланă. || Ст. Чек. Чашкăрса çумăр ярать (о проливном дожде). || Сред. Юм. Паранк аври çак çăмăртан вара пит чашкăрса кайрĕ (сильно пошел в рост). Кан. Сĕлĕсем, урпасем, тулăсем, йĕтĕнсем тем пекех чашкăрса лараççĕ кунта. || Хорачка. Вĕтрен сăхсан ӳт чашкăрат. Пшкрт. Алă (тĕрт) чашкăрат (зудит от жара).
чаштăртаттар
понуд. ф. от гл. чаштăртат. КС. Ачасем тырă çинче чаштăртаттарса выляççĕ. N. Пăхăр-ха, карта çăмăнче шап-шурă темскер чаштăртаттарать, терĕ.
чернил
чернила. Изамб. Т. Чернилпа çыраççĕ. N. Илĕр хĕрсене матурине, чернилсенчен хура куçлине.
чернил кĕленчи
чернильница. Торп-к. Собр. Шалти хура, тул енчи шурă. (Чернил кĕленчи).
чечек
цветок. Пазух. 9. † Ан яр утна пахчана, чечек тăрне ан таттăр. Ал. цв. 10. Чечекрен ырă шăршă пĕтĕм пахчана, шыв юхса сарăлнă пек, сарăлса тăнă. N. Ăçта чечек, унта пил пулать, теççĕ. Где цветок, там и медок. И. Тукт. † Пахчари чечек, сарăях çеçке, кĕрхи сивĕпе шанса кайрĕ-çке. Образцы 1. † Кăвак чечек тăррисем — вĕт улача тĕррисем. Ib. 13. † Тарăн варти квак чечек, хĕвел курмасть, çил вĕрмест. Ib. 13. † Аслă çулăн хĕррипе кăвак чечек, çулаймарăм чечекĕ тăканиччен. Ib. 4. † Елшел урам аслă урам, ик аякки сар чечек, сар чечекре сар кайăк. Пазух. 14. † Утма ятăм пахчана сарă чечек суйлама. Хĕр. йĕрри. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинче сар чечек, чечек вĕçсе кайсассăн вĕлле илемĕ каять-çке. Ал. цв. 9. Сасартăк вăл пĕчĕкçĕ ем-ешĕл тĕме çинче ĕмĕр курман, ĕмĕр илтмен, юмахра калама çук, хут çине çырса ӳкерме çук, илемлĕ хĕрлĕ чечек ларнине курах каять. Образцы 11. † Çӳлĕ тăвăн хыçĕнче арпус чечек юр пекех. Ib. 15. † Сикрĕм антăм пахчана мăкăнь чечек татмашкăн. Хĕр йĕрри. Сикрĕм каçрăм пахчана, мăкăнь чечек пулĕ тесе, мăкăнь чечек пулмарĕ. N. Улма йывăççи чечекне тăкнă. Баран. 101. Мăкăнь чечекре чух, ăна çĕртен туртса кăлар-ха. N. Манăн савăнăç чечек вăхăчĕ иртрĕ. Г. А. Отрыв. Улма чечекрен тăкăнсан, каять пахча илемĕ. N. Корăксам чечеке ларма пуçларĕç. Рак. Çеçен хирĕн варрине шур юр çунă, çырла çеçки чечекĕ епле-ши? Ib. Хура вăрмансене те халь пас тытнă, çĕмĕрт çеçки чечекĕ епле-ши? С. Тим. Арман чулĕ çĕкличчен лапри чечек пулас мĕн, лапран лапа çӳрес мĕн, лап илемне кӳрес мĕн. N. Улма чечек лартсассăн, килет пахча илемĕ, улма чечек лартмасан каять пахча илемĕ. Букв. 1900. Мăкăнĕн чечекĕ те пит илемлĕ, вăрри те тутлă. Шинар-п. Вăрманта çулла пур курăксем те чечек кăлараççĕ. Михайлов. Каччă ĕмĕр мĕн теттĕр вара? Пӳрт умăнчи шĕшкĕ мăйри чечек пек. || СТИК. Хĕвелçамăшăн чечекĕ, лепестки у подсолнечника. || Комнатное растение. Красноарм. Колхозниксем культурлă пурăнаççĕ. Чӳречесем çинче чечексем, килĕрен сехет, тĕкĕрсем. Рак. Чӳречисем çине чечексем лартса пĕтернĕ. || Бахрома, кисть. Золотн. N. Йĕке çине тăхăнтарнă чечек. Ст. Шаймурз. Тимĕр-кăвак лашан çилки чечек, камăн иккен савнă учĕсем. || Дама (в картах). Тайба Т.
чыкан
цыган. СПВВ. Хура чыкан пек хура çын. Пазух. 101. † Кăвик-кăвик тăмани арпӳклинче чĕп сыхлать, чĕппи чыкан тыттармасть. Ах! пичи Иван пур, пӳрт хыçĕнче хĕр сыхлать, хĕрĕ чыкан тыттармасть. N. Чыкан урапи çинчен ӳксе юлнăскер. КВИ. Хура чыкан пек хура каçпа килне таврăнать. N. † Чыкан юмăç пăхрĕ алăран тытса. Ястр. Чыкан хĕрĕ — çепĕç Сантă паян чĕнчĕ хăнана.
чыс
почет, уважение, честь, слава. Шел. II. 52. Хăшĕ пысăк чыс курать, хăшĕ пулать çын кулли. Истор. Эсĕ мана вăрттăн Ярополка тытса пар, эпĕ çавăншăн сана ĕмĕр чысра усрăп, тенĕ. Чăвашсем 10. Анчах эпир хамăр сан чысна пĕлейместпĕр (не умеем тебя достаточно уважить). Собр. Эсирех те ватă, эпир çамрăк, сире пуççапмасан чыс пулмĕ. Образцы З5. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чыс парĕç. Ib. З2. † Пире тăван кĕтет хай чыспала. || Вежливость. || Хороший прием. Кĕвĕсем. Çак тăвансем килсессĕн чыс пара пĕлмесĕрех ăсатрăм. Баран. 19. Тусăм, сана чыс кăтартам. Ала 14. Ах хăнаçăм тантăшăм, пирĕн чыса ан çухат! Пирĕн чыса çухатсан, хăвăн чысă çухалĕ. (Хĕр сăри). || Угощение. Такмак З. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чыс хатĕрлет. Образцы 61. † Ай-хай пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. Собр. Пӳртĕрсем шурă, саккăр сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ. И пушă та юлмĕ, мĕн те юлмĕ, сĕтеллĕрсем тулли чыс юлĕ. N. Чейне те ĕçтерет, чысне те лартать. Бур. Ял çине тухсан ятăр пысăк, килĕре килсессĕн чысăр пысăк. Туй. Туй евчĕ патĕнче чух евчĕ хĕр ашшĕсем патне пырать те калать: сирĕн чыс çитри? умăра пурте тулли пулчи? тет. Леш калать: мана хăтаран чыс çитрĕ, тет. || Пирушка. Туй. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăркки пулнă (у него). Такмак 2. Унăн иккĕмĕш чыса хатĕрленĕ пилĕк çулхи хура така пулнă. || Сред. Юм. Таса мар алпа тытса ĕçме-çименне чысне яраççĕ.
чик
подр. свисту. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă, шурă çĕлен илешнĕ, кĕрсессĕн те чик шăхăрат, тухсассăн та чик шăхăрат. Коракыш. Чик шăхăрат, чу каять. (Салакайăк вĕçни). Шурăм-п. Чик, чик шăхăрсан, урине те кăтартмасть (лошадь). || Подр. писку мыши. Сред. Юм. Олăм айĕнче кошак кайăксĕм пит нăмай полас, пĕрмай чик, чик тăваççĕ. (Звук, когда кричат мыши). || N. Кайăк йорлать чик-чик! || Подр. тиканью часов. Сред. Юм. Кармана чиксе çӳрекен сехет çӳренĕ чох чик чик туса çӳрет.
ăшчик
внутренностй (человека, животного). См. IV выпуск. Пазух. 12. † Хĕрĕ пăхма хĕвел пек, ăшĕ-чикки хура юн. N. Ман ăшчикре вут-хĕм-тĕр.
чикун
цыган. КС. Чикун пек хуп-хура.
чикки-прикки
слова одной загадки. Т. II. Загадки. Шурă мур килнĕ те, чикки-приккине йăтса кайнă; чамачисем илтнĕ те, хуçине каланă; хуçисем шурă мура хăваласа çитсе вĕлернĕ, чикки-приккине илсе таврăннă. (Кашкăр, сурăх, йытăсем, çын).
Чипер уй
назв. селений в Октябрьск. р. || Назв. поля. Ск. и пред. чув. 114. Хура лаша ан хартлат: эпир ĕнтĕ иксĕмĕр Ителмесрен иртрĕмĕр, Чипер уя тухрăмăр.
чис
угощенье. Альш. Хура вăрман çине пас тытнă, тăванăмсем, ăсатăрсам пире, чис çитнĕ. N. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чис хатĕрлет. Ст. Шаймурз. Çак тăвансем патне килсессĕн, хăçан чис курмасăр кайни пур. Ст. Айб. Савнă тусăм аса килнĕ чух, çитеймерĕм эп чиспала. || Пиршество. N. Унăн пирвайхи чисăнче çичĕ çулхи вăкăрĕ пулнă. || Почет, честь, уважение. Ала 11°. Ку çамрăк хуçа арăмĕ ку ватă хуçана чис парса каллех ĕлĕкхи вырăнсем çинех лартăрĕ, тет. N. Эпир ачана çак тĕрлĕ чис туса килетпĕр, эсир ырă кăмăлтан кĕтетре? Юрк. Ямшăксенĕн чăпăрккисем вăрăм чăпăрккă, çавăрса çапмасан чис пулмĕ. Ст. Чек. Чисран тухнă (человек, потерявший нравственность). Ib. Ман чисма ярат (çухатат), меня компрометирует. || N. Иртен-çӳрене пăхма юратнă çынсем çĕнĕ хăнасене пит чис пăхнă. || Ст. Чек. Хăрхăм хăй чисра: ăна нимĕн çитере пĕлмеççĕ.
чис ту
угостить, почтить. Янтик. Чис турĕ = ĕçтерсе çитерчĕ. Ст. Айб. Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм, ялне те пытăм – ячĕ, килне те пытăм — чис турĕ.
чук
знач. не дано. ЧП. Чук чуклаççĕ (ешĕл перчеткене). Тябердино. † Алăрсенче сирĕн шурă перчетке; шур перчетке чук чукласси-çке, çынсен сăмахне тӳсесси-çке.
чук ларт
знач. не дано. ЧП. Хура шлепке пустартăм, йĕри-тавра чук лартрăм.
хура чул
знач. не дано. Кан. Çулçăсем тухиччен, пĕр ик эрне малтан улмуççисене хура чул шывĕпе сирпĕтес пулать.
шурă чул
белый камень. Микушк. Хăпартăм çӳлĕ ту çине, çыртăм шурă чулăн шуррипе (белым камнем, но не мелом).
чулха
то же, что чăлха, чулки. ЧП. Сред. Юм. Чôлха вилли = çăтăк чôлха таткисĕм. Образцы 60. † Улăхаймăп çӳлĕ ту çине, хуратаймăп шурă чулхама.
чун
чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.
чун чĕр
чун чĕрĕ, знач. не дано. ЧП. Уйрăлаймăп тăван чун чĕр. Лашм. Хăпартăм çулĕ ту çине, лартăм улма йăвăç сулхăнне; йăвăççи пĕр чĕрĕ, çулçи ешĕл, ан пăрахсам, тăванçăм чун чĕрĕ. Н. Карм. Хĕвеллĕ кун тухрăм çеçен хире, лартăм хурăн кутне сулхăна; хурăнсем чĕрĕ, çулçи ешĕл, уйăрлас мар тăван чун чĕрĕ. N. Хура вăрман урлă каçнă чух чĕрĕ йăвăç кутне таянтăм, йăвăççи чĕрĕ, çулçи ешĕл, уйрăлаймăп тăван чун чĕрĕ.
чуп
чоп, бежать, скакать. КВИ. Лаши чупать пуç ухса. КС. Ай-яй, лаши хыт чупаçке (= чупать-çке). Ах, как быстро бежит лошадь. Образцы 44. † Пĕчĕкçеççĕ лаша турă лаша, чупма турти вăрăм пулинччĕ. N. Юртăпа чупать. Регули 102. Ку лаша чопасра (чопасса) çăмăл. Калашн. 15. Кайăк пек вĕçсе килелле чупрăм. И домой стремглав бежать бросилась. Хĕр йĕрри. Тăван тесе чупрăм та, çичĕ ют ачи пулайрĕ. Ib. Чупрăм антăм çырмана кĕмĕл çĕрĕ пулĕ тесе. Ib. Чупрăм антăм çырмана, юхрĕ тухрĕ шерепем. Ib. Чупрăм кĕтĕм пĕр пӳрте, хамăр çеме пулĕ тесе. Ib. Ах, аккаçăм, аккаçăм! Пĕрре ларма килтĕм те, чупрăр тухрăр ăрама, хамăр тăван пулĕ тесе. Ib. Чупрăм тухрăм ăрама, хамăр савни пулĕ тесе. Образцы 45. † Чупрăмах та тухрăм эп урама. N. Кĕт тарланă тарламан — шыва чупать чӳхенме. КВИ. Ав унта хитре хĕрсем ĕни хыççăн чупаççĕ. НР. † Чупрăм каçрăм çак ăрама... Прибежала я на эту улицу... N. Тӳсеймесĕр масар çине чупа парать. Хĕр йĕрри. Атте çурчĕ утмăл хăлаç, ут пек чупса çӳреттĕм. КВИ. Ачи-пăчи выляса чупса çӳрет урамра. Ск. и пред. чув. 15. Вара кĕтӳçĕ пӳртнелле чупса кайрĕ васкаса. Ib. 46. Чупса та кайрĕ вăл хăйĕн килне. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. N. Пуян пиччĕшĕ ку пуйни çинчен илтет те, ун патне чупса та пырать. N. Чупса пычĕ хăвăртрах вăл хăй ывăлĕ патне. Ст. Чек. Пăлак акка хăранипе чупа-чупа тарнă. N. Чупса пынă чухне хирĕç çил персе пырать. N. Чупса пырса сикмелĕх вырăн пулмарĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. N. Чупса пырса сикмелĕх (для разбега) вырăн çукчĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. Чураль-к. Пĕр пураклăх хурăн хуппишĕн чупрăм хăпартăм хурăн тăрне. Кармалы. Çав сăмахсем çинех тилĕ чуп кил. Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух тилĕ чуп çит. Цив. Но, айта, çăртан полă ячĕпе чопа пар. Н. Карм. Çунатсăр вĕçет, урасăр чупат. (Çумăр пĕлĕчĕ). Ск. и пред. чув. 27. Вăхăчĕсем иртеççĕ, варти шыв пек чупаççĕ. || Жить. Якейк. Лайăх чопаттăр-и? – Чопкалатпăр та-ха. Как поживаете? – Живем пока. || Ходить (о судах). Б. Яныши. Унта çитсен праххотсам чопнине пăхкаласа ларнă чух мишавай çитрĕ. КС. Прахут чупать (идет). Эпир çур. çĕршыв 25. Сăрă çинче пăрахут та чупать. || Кататься (на дошади). Ст. Яха-к. Ун чухне вара ачасен ту çипе çунашкапа ярăнма каясси килмест, лашапах чупас килет. (Çăварни). N. Чуп, чуп, лаша, чуп, лаша: эпир çăварни чупас çук. || Ездить, разьезжать. N. Пасартан пасара чуп. N. Ямшăк чуп, ямщичить. ЧП. Кунĕн-çĕрĕн ямшăксем чупаççĕ. Кан. Лаша кӳлсе ĕçке те чупма пăрахатăп. || Катиться. N. Арпус чупса аннă чухне пĕр мулкач тухса карĕ, тет (когда арбуз скатывался). || Ползать (о мухе). Бгтр. Ман çинче шăна чопса çӳрĕ. || Плыть (об облаках). Ск. и пред. чув. 112. Хура пĕлĕтсем чупаççĕ. Чув. прим. о пог. 103. Сийлĕ пĕлĕтсем хытă чупсассăн, уяр пулать. (Если) слоевые облака быстро двигаются – к ведру. || Двигаться. Регули 1541. Çын ман çола çитсен чопма йоратмасть. || Якейк. Ку чопмалли ана-ха (вырма лайăх, сарарах тырă çинчен), часах вырса прахăпăр. Ани лайăх чопать те, тырри сахал. Ани чопмалла та, йышĕ çок та, ытла валаллах каймасть. || Случаться (о животных). Альш. Ĕне çуркунне чупса юлчĕ. Чертаг. Чопас тына (виç çулта, о телке). Кан. Камăн та пулин ĕни чупсан, ун çинчен хуçине систерес пулать.
чуптар
заставить бегать, гнать (лошадь). Ск. и пред. чув. 113. Çĕр çĕмĕрсе чуптарать Кан. Татах çуран чуптарать пура хуçи патне. Орау. Салтаксене пĕр вырăнта чуптараççĕ (бегать на месте). N. Хам ачана чуптартăм. N. Унта пĕр-пĕр ачана чуптарас. || Кан. Пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай ну ислететтĕмĕр. || Ездить рысью. Ск. и пред. чув. 114. Якур пичче çулпала пушкăрт лаши кӳлнĕ те, те çуркунне, те çулла, яртлаттарса чуптарнă. Калашн. 9. Паттăр утăм çине утланса ларса, Мускав шывĕ çине чуптарса кайсан... КВИ. Ав шăнкăрав янăрать, Силпиелле чуптарать. Образцы 48. † Атьăр уттарар и те чуптарар-и çулсем çинче шурă юр пур чухне. Сĕт-к. Авоç килет ман тантăш, квак лашине выллятса, хора çонине янтратса. Чоптарасси полас çок: хора çони çĕмĕрлтĕр, симĕс пĕкки хуçăлтăр. Ib. Унччен эпĕ лашапа чуптарса пăхманччĕ. Тет. Çавăнтан кайран эпĕ лашапа чуптарма вĕрентĕм. ЧС. Киле тавăрăннă чух Иван чуптара та пуçларĕ, эпĕ те унăн хыçĕнчен ерипен чуптара пуçларăм. Сред. Юм. Чуптарнă чуптарман, не то рысью, не то шагом. Юрк. Туран анса Сĕве кĕпер патне чуптарса çитрĕмĕр. Ib. Пичке çине улăхса ларса чуптаратăп, тет (хуралçи). Альш. Унталла чуптракансем (ездящих) сахал курăнать. || Отправляться (ехать, идти). Ашшĕ-амăшне. Хăвăртрах, Иван, лашăна кӳл те, чуптар вăрмана, вăрман хуралçи çуртне. ЧС. Эсĕ часрах тепĕр лашана кӳлсе киле чуптар та, аттесене кала, вĕсем мĕн те пулин тăвĕç, терĕ. СТИК. Ăçталла чуптарат-ши ĕнтĕ тата ку? Куда ты идешь? || Сред. Юм. Онпа сăмахланă чохне хăй маях чуптарас полать, хирĕçтерме йорамас. При разговоре с ним всегда приходится соглашаться, а не приходится возражать. || Случать (животных).
чуптар
буланый, соловый (масти лошадей). N. Чуптар лаша, рыжая с белым хвостом и гривою лошадь. Ст. Чек. Чуптар — чалый, çутă (шурă) çӳрен. Собр. Ярăнса ярăнса юртакан, хăй те чуптар кĕсре тьыхисем. В. Олг. Чуптар – ни çӳрен, ни пурлă, ни торă мар, сарăрах. N. Чуптар — шупка çӳрен. Н. Карм. Чуптар лаша: хăй çӳрен, хӳри-çилхи шурă пулать. Ib. † Ай чупар-и, тăван, ай чупар-и, чуптар лаша пуçĕ сыв чухне. Н. Байгул. † Эпир кăçал чупнине чуптар лаша чупман пуль. Ст. Ганьк. Чуптар лаша тамаша. Юрк. † Чуптар лаша çул çутти. Чертаг. Чуптартарах çӳрен (масть); чуптартарах торă.
чус
чос, тес. Якейк. Пӳрт çине чос витрĕм. Ib. Чос пӳрт çинче шу тăмасть. С. Алг. † Чуспа витнĕ кĕлете çине пăхса ан хапсăн. СПВВ. Х. Урама тăрăх эпĕ шурă пӳрт ларттартăм, çине çӳхе чуспа виттертĕм. Чертаг., Якейк. Чуспа картланă (или: чуспа тытса çавăрнă). N. † Чусран карта, ай, çавăртăм, тем сар кайăк, ай ларас пек. || Тесовый. Якейк. Чос картая чосран тăваççĕ.
чусталан
чосталан, вымазаться тестом. Кан. Кукăр-макăр йĕрсем хăварса алси алсипе чусталаннă хура тăпрана хăпăтса сĕтĕрнеççĕ йăвăр кăлтăрмисем. Кĕвĕсем. † Пĕлĕт кумккаланать-çке, улăм чусталанать-çке.
чух
чох, пора, время. Конст. чăв. Вара эпĕ: ĕнтĕ кăнтăрла çитет пулĕ, мана ăсатăр, пăрахут çине çиткелесе лараччен чух пулĕ, терĕм. Курм. Атьăр киле, ачасам, киле кайма чох полнă, хĕрсем кĕтсе тăраççĕ полĕ. Б. Хирлепы. Атьăр киле, ачасем, киле кайма чух вăхăт. Бур. Ĕнтĕ ир те пулат, каç та пулат, пире киле кайма чух пулат. Сред. Юм. Сана кайма та чох çиç (пора идти). || ЧС. Ун пек чух нимĕн туни те малалла каймасть. Ib. Çилĕ тата çавнашкал чух таçтан тухат-и тен, улăмпа витнĕ çурт тăррисене çавăрать анчах. Б. Олг. Су пол-ха тепре кориччен. Ста тата тепĕр чох корăпăр çапла, корăпăр. || Впору, как раз. N. Ку пиншак мана чухах. Этот пиджак мне впору. N. Ку мана чу-хах. N. Чох ларать темпир (впору, плотно). Сĕт-к. Ку сăхман мана чохах йорать. Орау. Пăх-ха, ку сăхман мана чухахç? Яжутк. Сăхманне тăхăнса пăхрĕ тет те, чухах пулнă, тет. Регули 1919. Чохах полчĕ сана (чох сана), чох килчĕ. Тайба Т. Кăçал хĕрсем вак кăна, пире выляма чух кăна. ГФФ. † Чух сарлака чĕн пиççи çинçе пилке чох полчĕ. || Во время, как раз. Янтик. Ирхипе тухса кайрăмăр та, чох çитрĕмĕр (= вăхăтлă). || Как раз. КС. Эсĕ Ыраша нумай пулать терĕн, мĕн нумаййи, чух анчах (только хватило). || Точь-в-точь. Изамб. Т. Кĕнеке арчана чухах кĕрсе выртăрĕ. Регули 1314. Ман сăмахпа чох тунă. Ib. 1277. Чох шотлă çӳрерĕмĕр. || Едва, чуть-чуть, кое-как, с трудом. N. Чух йăтса килтĕм. С трудом притащил. N. Салтак хутаçне чух йăтса пĕр çын патне пырса, хăна килĕ ыйтрĕ, тет. Paas. Чух-чух çӳрет (едва). N. Япаласем, çĕклемеллисем питĕ нумай, чух çĕклесе пыратпăр. N. Чох сӳсмен çĕклекенни. N. Чух тарса хăтăлтăмăр. Чув. календ. 1911. Шкулта кĕнекесем сахал пулаççĕ, вăл кĕнекесем ачасене те чух çитеççĕ. || Полный. Çутт. 55. Кĕрет те, арăмпе пĕр карçын чух çăмарта йăтса тухать. || Так! N. Чух кирлĕ сана! Так тебе и надо! Ст. Чек. Ку япала сана чух (гов., напр., избитому). КС. Чухах-ха ăна! Так ему и надо! Орау. Чухах-ха ăна, тек куштанланса çуреччĕ-ха (придирался. Гов. после того, как побили кого-нибудь или что-нибудь потерпел озорник, заслуживший наказание). Ib. Паян Яшка Елекçине хĕненĕ, тит, пасарта.– Чух кирлĕ, çавна шыраса çӳренĕ вăл. Ст. Чек. Ку эсĕр хĕнени ăна чух-ха. Так его и надо. Ib. Сана ку чух-ха! Так тебе и надо. N. Тăшмана çак чух, терĕм. || Посредственный, посредственно. N. Сан ачасем епле вĕренеççĕ? — Чух мар-и. В. Олг. Пĕр чох касат (коса). N. Учĕсем чухрах, çулсем хура. ЧП. Арăм пулсан чух кирлĕ. || Средний, средне. Шибач. Тырă-полă чох полчĕ – ни осал мар, ни лайăх мар. N. Чох вăтам хресчен, средняк. Васильев. Чăххи кĕмĕл сăхсассăн, чăх тытса кĕрекен хôрĕн опăшки питĕ пуян полать, теç, тырă сăхсан — чôх пôрнакан полать, кăмрăк сăхсан – пит чохăн çын полать, теç. СПВВ. Ни ватă мар, ни яшă мар, чи чух! Юрк. Вĕсем пит лутрах та пулман, чух кăна çынсем пулнă. Пролей-Каша. Чух çын, человек умеренного, не очень высокого роста. N. Чух лайăххи тури урам, чăн лайăххи сăрт касси. || Умеренный, умеренно. ХЛБ. Ыраша-и, урпана-и чух акас тетĕн пулсассăн, пĕр ана çине вăрлăхĕ сакăр пăталкка анчах кирлĕ. N. Пирĕн тантăш пит чипер, пирĕн йысна чух чипер. || Количество, мера. N. Нумай чух, много раз. || Достаточно. Юрк. Пӳлĕмĕм икĕ çынна пурăнма пит те чух, пысăк. || Немного. Орау. Чух пирĕн ĕнерен çӳлĕрех те ĕни, çапах та хаклă ĕнтĕ, алă тенкĕ тăмасть. N. Чух çĕрпӳрен иртсессĕн, Йĕпреç вăрманĕ патне çитсессĕн, çамрăк шулĕк калать ваттине. N. Унтан анне мана япаласем парса, ачашласа чух чарчĕ. Имень-к. † Саттин саппан чух кĕске, чух кĕске те, вăхăтлă. || Плохой, плохо. Сĕт-к. Ĕлĕк Ваçок калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твас, титчĕ; халĕ хуне чох килчĕ, сарай кашти тăвĕ-ши, ыталаса çӳрĕ-ши? N. Хирти акăш çуначĕ чăпар пулĕ пуласси; мана çырнă çын ачи чухрах пулĕ пуласси. Алик. Эй чух акисам, пирĕн куçран ма пăхас, çӳлте çăлтăр курман-и? Тораево. Ĕлĕк Иван калатчĕ: хура вăрăм хĕрсене хуран хăлăп тăвас тетчĕ, ех пулчи чух пулчи. || Смирно, кротко. Якейк. Ай кин Мари пор, чох çӳрени (вести себя как люди) килĕшет. || Когда, пока, раз. N. Эп сухал хырнă чох эсĕ вырт. Артюшк. Тупăннă чух илсе таврăнас, тет. Раз нашлась, так ее взять надо. Регули 121. Вăл килес чох эп килте çок полăп. Ib. 174. Эпĕр килнĕ чох çиçĕм çиçрĕ. Такмак 1. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах. N. Çĕрелле те çӳлелле куçĕ пăхать утнă чух. N. Урампала пынă чух çĕр чĕтренет лайăххăн. Образцы 19. † Вăрман витĕр тухнă чух çĕмĕрт çинче пирĕн куç, урам витĕр тухнă чух хĕрсем çинче пирĕн куç. Калашн. 8. Хĕпĕртеççĕ çăлтăрсем уйăх тухнă чух, çутăра выляма лайăх тесе. Когда всходит месяц – звезды радуются, что светлей им гулять по поднебесью. Ib. 6. Çил-тăвăл çук чух тинĕс лăпкă тăрать, унăн кĕленче пек кăкăрĕ хускалмасть те. Бес. чув. 7. Пушăрах чух, чĕри ыратнăрах чух вăл вĕрентекентен тата кайкаласа ыйтнă, вĕрентекен кала-кала панă. Янш.-Норв. Пирĕн килте тепри пур чух вăйçăран ирттерет. Регули 291. Ĕç çок чох чĕнмерĕ, ĕç пор чох халь чĕнет. Ib. 292. Эп килте çок чох никама та кӳртмĕç. || В то время, когда. Регули 60. Тумалла чох (чохне) нимĕскер те каламарĕ. Ib. 250. Эпĕр ĕçлемен чох, çын нумай килет. Ib. 61. Çав вăхăтран çӳремелле чох пилĕк хут кайрăм эп онта. Ib. 278. Эп сумар чох вăл коленех килетчĕ. Ib. 283. Эп сумар мар чох онта кайса. Ib. 252. Эп пурмисра мар чох порте ман пата килетчĕç. А.-п. й. 73. Çынсем ĕçнĕ чух пирĕн те ĕçес килет,– тет Ваçлей. Когда люди пьют, нам тоже не мешало бы попраздновать. || Вместо того, чтобы... Четырлы. Çапла ĕнтĕ патшалăха тырă хăйсем сутса пульсă твас чух патшалăхран хăйсем ытаççĕ. || Во время. N. Эх, аван-çке ача чух. Образцы 41. † Атте-анне чĕрки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. Регули 1186. Çимĕк чох килĕр; монкон чох кайрĕ. Абаш. Алтаккин чох килсе карĕ (корнăччĕ, встретил, килнĕччĕ). Регули 882. Эп килтĕм çакна тунă чох. Ib. 176. Ĕçленĕ чох ку томтир лайăх. || Букв. 1886. Выльăхсене пăхнă чух пăхатпăр, пăхман чух ахалех çӳреççĕ. || Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. || Наобум.
чухла
сделать так, чтобы было как раз. Ст. Чек. Чухласа яр (сыпь, напр., муку). || Определить. ТХКА 54. Утатпăр, шыратпăр, алра пуртăсем. Туратсем çăт-çат çапаççĕ. Ăçта çӳренине атте чухлайми пулчĕ. Ib. Кăнтăрла пулсан, аташас та çук эпĕ кунта. Халь çĕрле те, тĕттĕм те, чухламалла мар çав ăçталла каяссине. Шишкин. Ырăпала осала пĕре корса чохлатпăр. ЧП. Хушрĕç айвансене юрлама, ăслипеле ухмахне чухлама. Сред. Юм. Талăкра сирĕн валли мĕн чол çăкăр кирлине чохлаймастăп. Ib. Çак татăк мĕн чол тайнине чохлаймастăп. || Понимать, уразуметь, смекать, соображать, соразмерять. N. Ху чухласа ху пар. Хора-к. Чухлама пуç тăнĕ çук, утса тухма халăм çук. Н. Карм. Чухла = ăнла. Кан. Апла пулсан приккашчĕкĕпе те чухларах (обдуманно) калаçас пулать. Юрк. Ку кам çапнине чухласа илеймесĕр карташĕнче ют çынсем пур-тăр тесе хăраса, килти пӳртри çыннисене: арăм, Матрӳне, часрах тухăр халĕ! тесе питĕ хытă кăшкăрса ярат. Чув. календ. 1911. Кĕлти кучĕсем çапă çине пулмалла чухласа сарас пулать. N. Чухлакан çын чухлатах çав. Уж кто соображает, понимает, так понимает, || Оценивать. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине, çавăнтан пĕлĕр йывăç тăррине, çавăнтан чухлăр Алăм кĕрĕвĕре. || N. Атрисне çухатрăм, чухласа çырса яратăп. || Беречь. Чăв. й. пур. З2. Укçана та чухлама кирлĕ. || Догадываться. Регули 1073. Эп он попленинченех чохларăм. Ib. 54. Эп она вăл попленинчен (вăлсам поплени çинчен) чохларăм. Альш. Кам илтес тиекен вула-вула ку енчине мĕн çырнипе (с тем, что написано об этой стороне) хăй енче мĕн пулнине чухлатăр. || Знать. НР. † Кам осалне, кам чиперне пĕрре корсах чохлатпăр. || Подмечать, наблюдать ГТТ. || Замечать. Альш. Пуçран кăна аран чухлатăн вĕрениччен. || Иметь опыт; испытать. РЖС 2. Вĕсем епле хуйхăрнине хăй ача-пăча ӳстерсе чухланă çын анчах ăнлать. N. Хытă чĕреллĕ çын темĕн курса чухласан та тӳрленмест. || Уметь. N. Унтан ялта пĕр каскалама чухлакан Илье ятлă çын каларĕ... || Наказать.
чухне
то же, что чух. Такмак 1. Çав çулпа килнĕ чухне çак хăтасен ялĕ курăнчĕ хула пек. Ib. 1. Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçнă чухне пĕр пăлан куртăмăр. Калашн. 6. Вăл ахаль чух йăваш, тӳрĕ çын, пурăнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын. Образцы 28. † Хура вăрман витĕр тухнă чухне уртăш туя юлчĕ авăнса. Ib. † Атьăр уттарар-и те чуптарар-и, çулсем çинче шурă юр пур чухне. Ib. 40. † Çак картари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Ал. цв. 15. Эсĕ маншăн чĕрĕ чухнех вилнĕ çыншăн йĕнĕ пек ан йĕр. Н. Карм. † Ай выляр-и, тăван, ай кулар-и, пур тăвансем пурте сыв чухне. Будем, родимый, веселиться, пока живы и здоровы все наши родные. Юрк. Пиччӳ те, мĕскĕн, савăнса пурăнас чухне вилсе кайнă иккен. Кан. Пĕр килнĕ чухне пĕтерсе каяс, вунтăватшар йĕрке тиетпĕр. N. Хăш кун каç пулнă чухне йĕрет, алла тытсан чарăнать. Юрк. Калаçса ларас чухне те выртса калаçма тăрăшать. СПВВ. БМ. Чухне = чуне, когда; кайнă чухне = кайнă чуне. Регули 175. Эп холара чохне ман кил çонса кайнă. Трень-к. Вăл вăрманта Чăкăртан тавăрăннă чухне çулăн сулахай енче пĕр тарăн çырма пур. Тогаево. Вара йомах янă чухнех тол çутăлса карĕ. А.-п. й. 12. Пĕçернĕ чухне мулкачăн пăчăр-пăчăр çу юхать, тет.
чухăн
чохăн, бедняк; бедный; бедно. СПВВ. ГЕ. Чухăн тесе начартарах пурăнакан çынна калаççĕ. N. Чухăн = юрлă, çук çын. N. Пĕр ялта икĕ пĕр тăван пурăннă: пĕри пуян, тепĕри пит чухăн пулнă. И. Тукт. † Пуян хĕрĕ теейсе те пуç ывăтса ан тăрăр, чухăн хĕрĕ теейсе те пуçа усса ан тăрăр. (Авалхи юрă). N. Эсĕ кам? — тет чухăн çын. N. Унăн сарă хапхине чухăн пуçпа кам кĕрĕ? N. Чухăн çыннăн чăххи пуян çыннăн куçне кăркканăн курăннă, тет. N. Пуян çынна вĕчĕрхентересшĕн чухăн çыннăн ани пуçĕнчи тырри лайăх пулать, тет. N. Çав хушăрах чухăнтан та чухăн çынсем вутăсăрах тăрса юлчĕç. || Бедность. Шел. З. Питĕ чухăна тăрса юлнă вăл (обеднел). Чт. по пчел. № 17. Чухăнран тухма пулăшнă çын (выйти из бедности). Юрк. Ылттăн сарă, кĕмĕл шурă, мĕн парам ши, тăванăм, эпĕ сире? Эсĕ лайăхри, тăван, эпĕ чухăнри (в бедности), мĕн каласа юрлам-ши эпĕ сире? Бес. чув. Çакăнтан кайран вăл ытла чухăна юлчĕ. Кан. Вара эсĕр чухăнтан чухăна юлаттăр. Тогда вы будете самыми последними бедняками. || Слабый, слабо. Çамр. хресч. Çыра-çыра ламппăра краççын пĕте пуçланипе вут тата та чухăнтарах çуна пуçларĕ. Ск. и. пред. чув. 4З. Сисетĕп эпĕ чухăн ăсăмпа. || Плохой, плохо; больной. Тюрл. Чохăн.
чăйлат
пищать. КВИ. Чĕкеç чĕпĕ кăларчĕ: чĕпписем ун чăйлатаççĕ, çиме апат ыйтаççĕ. Ib. Анчах вăрман ăшĕнче хура кайăк чăйлатать. Ib. Шăпăр сасси чăйлатать.
чăлха
чулок. Образцы 5. † Ĕнчĕ пушмак, шур чăлха, кирĕк тимĕ тиетрем? Хĕр йĕрри 6. Шурă чăлха сырмарăм, ăрама тухса лармарăм. ГФФ. † Шор чăлхапа пошмакпа.
чăлха-çăпата
чулки и лапти (собир.). КВИ. Шурă чăлха-çăпата пит килĕшет кĕрĕве.
чăм
нырять, погружаться в воду. Букв. 1900. Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă, тет. Растерявшаяся утка задом нырнула. Ib. Кăвакал кӳллине кура чăмать. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Пазух. 28. † Тарăн шыва чăмса ай кĕрер-и?|| А.-п.й. 36. Паллах ĕнтĕ: тилĕ те вăрмана кĕрсе чăмнă...
чăрăш
ель. Пазух. 14. † Йăмра вăрăм теетĕр, унтан вăрăм чăрăш пур. N. Шурă юр пусарса тăракан чăрăшсем йăшăл та тумаççĕ. Пазух. 5. † Вăрăм чăрăш силлеет. Ib. 4. † Чăрăш кĕлет — сар кĕлет, тăрри чăнкă килĕшет.
чĕвĕл
звуки, издаваемые птицами. ЧП. Ай чĕвĕл те чĕвĕл хура чĕкеç, кĕр каять те çур килет. Ах, черная ласточка-щебетунья, улетает осенью и возвращается весною. Образцы 2. † Чĕвĕл-чĕвĕл çерçисем, çап айĕнче вăййисем.
чĕлхе
язык. Образцы 51. † Хура куçсем лайăх хут çырма, çемçе чĕлхе лайăх калаçма. Ib. 55. † Хура чĕкеçрен чĕлхе илтĕм çак тăвансемпе калаçма. Ib. 74. † Çичĕ ютпа тавлашма хурçă чĕлхе хывтартăм. Ib. 47. † Çакăях та киле эп килсессĕн, тухаймарăм урам тайăличчен, каяймарăм чĕлхерен йăнăшиччен. N. Чăваш чĕлхи, чувашский язык. Калашн. 19. Чĕлхи вĕçĕнчи сăмах чарăнчĕ. На раскрытых устах слово замерло. КВИ. Хăйĕн пĕчĕк чĕлхипе пакăлтатать инкĕшпе. Образцы 59. † Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. Ib. 52. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам çуран хывнă чĕлхем çук. Ib. 66. † Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче чĕлхем вĕçĕ хурçă пулинччĕ. Ib. 9. † Йăнăшминччĕ чĕлхеçĕм. Дик. леб. 43. Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Первое же слово, которое сорвется у тебя с языка, пронзит сердца твоих братьев как кинжалом. || Речь, наречие, слово. Образцы 45. † Маттур утсем юртать, çулĕ юлать, пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн калаçнă чĕлхе, çав юлать. Ib. 53. † Тайăла пуçсене хĕç витмест, тутлăях та чĕлхене пыл витмест. N. † Пирĕн ял ачисен чĕлхи çемçе. N. Сăринчен те ытларах тăрантарать чĕлхипе. Образцы 79. † Йăпатайрĕ чĕлхипе, илĕртейрĕ куçĕпе. || Наговор, заговор, заклинание. Ск. и пред. чув. 100. Ахаль мар çав вунă çул сывлăш чĕлхи вĕрентĕм.
чĕн
ремень, ременный. Образцы 10. † Хула çинче хурт вылять, Чĕмпĕр çинче чĕн вылять. Ib. 4З. † Пирĕн те чунсем чĕн çинче, чĕн татăлсан, вута тăкăнать. Ib. 26. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, ула лаша харт турĕ. N. Чĕн патне чĕн, пушăт патне пушăт. К ремню ремень, а к лыку лыко. Пазух. 14. † Хура вăрман хыçĕнче хура лаша кĕçенет; кĕçенин-ха кĕçентĕр те, кĕçенин-ха кĕçентĕр, чĕн йĕвенĕ алăра. Ib. 24. † Чĕн йĕвенпе тытатпăр! Образцы 37. † Çӳлĕ тусем çине улăхнă чух, чĕн сӳсменĕн пăявĕсем татăлчĕç. При подьеме на высокие горы оборвались у меня ременные гужи. Ib. 56. † Вуниккĕпе явнă чĕн пушă, мĕншĕн сӳтĕлмелле пулнă-ши? Хурамал. † Чĕмпĕртенех илтĕм чĕн йĕвен, Самартанах илтĕм сарă лаша. В Симбирске купил я ременную узду, в Самаре купил я саврасую лошадь. А.-п. й. 98. Чĕн тилкепи çакланчĕ, кусатăрана явăнчĕ.
чĕнĕ
цыпленок, птенчик, детеныш птиц. Хĕр йĕрри 4. Хура курак килнĕ-çке, чĕпĕ йăтма килнĕ пулĕ. Образцы 49. † Шурă чăхă çăмарта тăвать-çке, чĕппин уссисене курас пек. N. Кăвик-кăвик кăвакал вуник чĕпĕ кăларать. Пазух. 29. † Чĕкеç чĕпписене вĕçтернĕ чух, вĕшĕлтетсе вĕçеççĕ чĕпписем. Образцы 47. † Хура чĕкеç чĕппи пулăттăм, пурт тăррине ларса юрлăттăм. Ib. 5З. † Шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçнĕ чух, унта чĕкеç чĕпписен мĕн ĕç пур? КВИ. Шăппăн-шăппăн лармашкăн шăпчăк чĕппи мар эпир. Образцы 73. † Тăррăн-тăррăн тăмашкăн тăри чĕппи мар эпир. Ib. 75. † Картăм, картăм таната, карăш чĕппи çакланчĕ. Ib. 37. † Çӳлĕ тусем çине улăхнă чух, тытаймарăм хурчăкан чĕппине.
чĕрейлĕ
имеющий лицо, щеки; с лицом, со щеками. Образцы 72. † Шур шур урлă килтĕмĕр, шур чĕрейлĕ хĕр кӳме. ГТТ. † Шупка пуçлă тутăра хĕрлĕ хăмаç хĕретет, шурă чĕрейлĕ хĕрсене хĕрлĕ писев хĕретет.
чĕрне
ноготь. N. Тыткала пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ, тет. Человеку (неумелому) попадает под ногти заноза. N. Чунăм чĕрне вĕçнех çитрĕ. Душа ушла в пятки. || Копыто. Образцы 46. † Тăп-тăп тăвать халĕ çак турă ут, сарăлнă-тăр çавăн чĕрнисем. Такмак 1. Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçнă чухне пĕр пăлан куртăмăр: унăн мăйраки вĕçĕ ылттăн иккен, чĕрни вĕçĕ кĕмĕл иккен, мăйракипе шăйăрать те йĕр тăвать, чĕрнипе пусат те çул тăвать. || Коготь.
хĕвел
солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.
хĕвел пичĕ
солнцепёк. Пазух. Хĕвел питĕнчи курăка юр айĕнче куç курать. Изамб. Т. Ун пек сăрт çинче, хĕвел питĕнче курăксем шăтса туха пуçларĕç. Ала 59°. Кив кĕмĕлтен çĕрĕ те эп хывтартăм, хĕвел питне хурса та хăвартăм. Ск. и пред. чув. 29. Хĕвел питĕнче унта Шупуç ларать. Изамб. Т. Ĕнесем, лашасем, сурăхсем хĕвел питĕнче ăшăнса тăраççĕ. Туперккульос. 23. Тула илсе тухса, хĕвел пичĕ çине çакса ямалла. Баран. 95. Хура кăвак ту хыçĕнчен кăшт анчах хĕвел пичĕ куранчĕ.
Хĕветӳçи
имя женщ. Собр. Хĕветӳçи çăварĕ хура çăвар. (Тĕнĕ).
хĕврĕ
то же, что хӳре? Назв. какой-то ленты. Альш. Хура тутăр, шурă хĕврĕ Хула çырми лавккинче.
хĕлĕх
волос конский. ГФФ. Ут хĕлĕх пек çиппинчен майра вирĕ пек пир тăвать. Из нитки, тонкой как конский волос, ткет она холст, тонкий как полотно. Кубня. Пански чăлха, хĕлĕх пушмак, пусассам килмест шурă юр çине. Якейк. Çиппи полать хĕлĕх пек, пирри полать катан пир, тĕрри полать хот çырри. Альш. Хура вăрман леш енче хĕлĕхрен çинçе хăва ӳсет. Кĕвĕсем. Шур шăтăклана шăтăклама шур хĕлĕхрен çинçе çип кирлĕ. Тюрл. Атăл урлă хĕлĕх картăм. К.-Кушки. Хĕлĕх, также волос на хвосте коровы. N. Хура вăрман хыçĕнче хĕлĕхрен çинçе хăва ӳсет. N. Вăрманта тилĕ юртать хĕлĕхрен çинçе çулпала. О Рыболовная леса. Шашкар. || Струна.
хĕлхем
искра, пламя. А-п. й. 30. Шарт, шарт! тутарса çапаççĕ, кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. Чураль-к. Юман вутти хĕлхем пек. СПВВ. ИА. Пĕр хĕлхемпе ял çунать, çын сăмахĕпе çын вилет. N. Мана кăмрăк пачĕ, çил вĕрчĕ те, вут тивсе алăран хĕлхемĕ çĕре ӳкрĕ. || В переносном смысле. Якейк. Орау. Эп паян пĕр хĕлхем ăша яман (ни крошки не ел). Сред. Юм. Паян эп çăвара пĕр хĕлхем çăкăр та хыпман, кô таранччин так выçах пôрăнап. СТИК. Паян акă пĕр хĕлхем çăкăр та çыртса пăхман ха. Сегодня еще не ел ни крошки. || Юрк. Шурă йĕтĕн тура-шăлĕ, хĕлхемĕ кĕске пулайрĕ. (Хĕр йĕрри).
хĕр
калиться, закалиться, накаливаться, N. Килне юлаканнисем тула тухса хĕрнĕ чул утса яраççĕ. (Похороны). Микушк. Мунчи хĕрсе çунна вăхăтра чулĕ çурăласса-çурăласса çитет-çке. N. Пӳрт пĕренисем тимĕр пек хĕрсе кайнă (накалились). N. Аслăк питĕ хĕрсе çитнĕ-мĕн, темле çунса каяйман. N. Çумăр пулманнипе çĕр хĕрсе çурăла пуçларĕ. Кĕвĕсем. Шурă мунча вутти хĕрсе çунат, турчăкине чиксе пулмарĕ. || В переносном значении. Бугульм. Шурта мунча вутти хĕрсе çунать, ик сар хĕрĕ хĕрсе шыв йăтать. Полтава 10. Ватă чĕре еррипе хĕрет вутлă шухăшпа. Тип-Сир. Пачăшки пуртре хĕрсе çăвăрать (спит во всю) тет. Алик. Хĕрсе çĕмĕрт çорлас чох мĕншĕн тăнех ӳкет-ши? Вĕсене курмах çамрăксем те тата питрех çĕкленсе кайса хĕрсе ташлаççĕ. N. Хĕрлĕ-хĕрлĕ автана хĕрсе турă çуратнă. С. Дув. Хĕрсе тырă выртăмăр, хĕр сăрине карăмăр. ЧП. Хĕрсе хĕвел пăхнă чух. N. Хĕрсе ĕçлеççĕ. Тюрл. Манăн матка хĕрсе вырать. Скотолеч. 14. Çапах та çапла имлесен, вăл хуллен ĕçлеме юрать, пĕр хĕрсен, чуптарма та юрать (лошадь). N. Çапах та хĕрсе кайнипе пĕрре те ыратни сисĕнмест. || Преть. О земл. Юр айне пулсассăн, вĕсем хĕреççĕ те çĕре пуçлаççĕ. N. Типĕ навус часрах хĕрет, çавăнпа ĕçе те часрах каять. КС. Хĕрне, затхлый. Ib. Тырă хĕрсе кайнă. Хлеб стал предым, затхлым. Ib. Сĕлĕ хĕре пуçланăччĕ... Скотолеч. 8. Типмесĕр хĕрсе выртнă курăк. || Перегорать (о муке, не высыпанной из мешков; перегорелая мука дает тесто, которое легко уходит из квашни). Пухтел. N. Хĕрсе кăвакарса кайнă çăнăхран пĕçерсен, çăкăр никçан та аван пулмасть. || Опьянеть. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Якейк. Хĕрсе çитсен (когда разойдется от алкоголя), хĕр йорлать, пирĕн мĕншĕн йорлас мар. Ib. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, эпĕр йорласан мĕн полĕ. Сĕт-к. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, пира (= пире) йорласан мĕн поль-ши? Изамб. Т. Ул та чипер хĕрчĕ (опьянел), манăн та пуçа кайрĕ. Собр. Пирĕн çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. N. Пирĕн пек çамрăк ывăл-хĕр пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмасть. Тайба Т. Пирĕн пек те ватă, ай, çынсенĕн пуç хĕрмесĕр кăкăрсем, ай, хĕрмеççĕ. Васильев. Ĕçсен-ĕçсен, хăнасем хĕрсе каяç те вилнĕ çын çинчен манаççĕ, хĕр туйри пек хĕпĕртесе вăйăç чĕнтереç. N. Кăшт хĕрнескер, пупа пĕрте шикленмесĕр анпуççи çине хурса йăтса тухса кайнă çырманалла. ТХКА 95. Хĕрнĕ майĕпе пулмалла, Митюк арăмĕ çуталса кайнă, авкалана-авкалана юрлать. Шел. П. 30. Хăшĕ сăра лапкинче пăртак ĕçсе хĕреççĕ. С. Дув. Вăл пуç хĕрмесĕр юрламаç.
хĕрӳ
жар, жара. Чув. пр. о пог. 63. Сывлăм час типмесен, вĕри (хĕрӳ) пулать. Если роса скоро не высохнет, будет жара. N. Хĕвел хĕрĕвĕ, солнечный жар. Истор. Хĕрӳпе çуртсем çинчи тимĕр шăранса юхнă. N. Вăрлăх хĕвел хĕрӳпе типсе сарнă пек. || Жаркий, раскаленный. N. Вара халăх уя тыр вырма тухать, питĕ хĕрӳ ĕç тапранса каять. Сбор. по мед. Хĕрӳ ĕç вăхатĕнче хура халăха пулăшас тесе... О сохр. здор. Хĕрӳ кун, жаркий день. N. Шултăркарĕ хĕрӳ хĕвелпе (хăма). N. Вăл хапха çил-хĕвелпе шăлтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе йăлтăртатать. Изамб. Т. Каçхи кӳлĕм хĕрӳрех пулать. || Жарко. Сред. Юм. Çулла уяр кôн пит хĕрӳ пôлать. ТХКА 113. Çанталăк хĕрӳ (жарко). || Трудно. N. Веренме хĕрӳ-тĕр, кунта та пит хĕрӳ вĕрентеççĕ. || Раскаленность.
хĕр
дочь. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей... Ib. Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? Затем спросил он: что жирней? — у младшей дочери своей. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес (кудель) домой и рассказал о своем горе дочери. ГФФ. Пире пуян çын хĕр памасть. Богатые люди не выдают за нас дочерей. N. Пуян хĕрĕ теейсе те, пуç ывăтса ан тăрăр; чухăн хĕрĕ теейсе те, пуçа усса ан тăрăр. N. Пирĕн атте хĕрĕ. Изамб. Т. Хальхисем (дети) виççĕш те хĕр. Ст. Чек. Хĕрме (= хĕрĕме) калап, кинĕм илт. (Послов.). Мусир. Пирĕн аттен пĕр хĕре Вĕренер кулли пулайчĕ. Городище. Санпа пĕр тăван хĕр миçен тата? А сколько у тебя сестер? Абыз. Манпа пĕр тăван пилĕк хĕрччĕ. К. Кушки. Пирĕн пилĕк хĕр, у наших родителей пять дочерей. Ib. Эпир çемьере пилĕк хĕр, нас в семье пять сестер. || Девица, девушка, девка. ГФФ. Коçăма ятăм хĕр çине те сар хĕрсене солляма. Я дал волю своим глазам выбирать красных девиц. N. Йăштин-яштин яш ачи, хĕрсем тавра коскалать. Высокий красивый парень вертится вокруг девушек. N. Хальхи те хĕрсем яш майлă. Нынешние девицы похожи на парней. N. Ĕнтĕ савни кĕтет, сарă хĕре кĕтсе илеймест. N. Вылямашкăн, кулмашкăн та кăвак куçлă хĕр чипер. Богдашк. И уччанна, уччана, юр çăват-çке пахчана; юр çунипе юр пĕтмест, хĕр кайнипе хĕр пĕтмест. Чертаг. Ентри пичи калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвап, тетчĕ. ГФФ. Çакă та ялăн хĕрĕсем, çул юсама тухсамăр. Девушки этой деревни, выходите чинить дорогу. N. Пĕр Петĕре çитмест-çке те, çĕр çитмест мар, хĕр çитмест. Только одному Петру нехватает — не земли нехватает, а девушек нехватает. N. Çак ял хĕрсен ячĕ аслă. Велика слава у девушек этой деревни. N. Ай, ачи лайăхчĕ, хĕрсем патне каймаст-чĕ. Ах и хороший был парень (жених)! К девушкам, бывало, не ходит. N. Ял-ялĕнче яш малта, хамăр ялта хам малта, çакă ялта хĕр малта. В других деревнях на первом месте парни, в нашей деревне я сам на первом месте, а в этой деревне на первом месте девушки. Пазух. Çакă ялăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, йĕркипе ларнă чĕкеç пек, суса çакнă нухрат пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек, кача-пӳрне çĕрри пек. СТИК. Кĕрхи сăрара пирĕн пит хытă ĕçеççĕ. Ваттисем хăйсем хурăнташ-ăрусемпе ĕçкĕ тăваççĕ, çамрăксем (бивают и женатые молодые люди и замужние) хĕрсем кĕрхи сăра ларнă çĕрте ĕçеççĕ. Унта пĕр вăйçă пулат купăспа, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Хĕрсен сăрине тунă çĕре кашни хĕр хăй килĕнчен салат и хăмла илсе пырат. Каччăсем вăл сăрана ĕçнĕшĕн укçа тӳлесе хăвараççĕ. Çавăнта ларнă хĕрсем вăл каç килĕсене таврăнмаççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ. Якейк. Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш, хĕрсе олах ларас чох хĕр тантăшран уйăрăлтăм. Чăв. юм. 24, 55. Хĕр пиррине хутаç çине чикет те пасара илсе каять. Юрк. Пире хĕртен арăм тумалли кирлĕ. Ib. Çирĕм çула çитсе хĕр пулса, ялăрта пур-и савакан? Торп-к. Юхин хĕр юхтарĕ, çеклеттер хĕр çаклатĕ. (Шыв юхни). Ала 65°. Ах, йыснаçăм Иван пур, хĕр Курмасăр ватăлнă. Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулать, тет. Сред. Юм. Хĕр хôран хысми çисессĕн, качча кайнă чôх çăмăр пôлать, тет. (Народ. поговорка). Норус. Ати ани мăн ана (загон отца велик), хĕрсен çурли çук пулсан, унта аса килĕ-ха. (Туй юрри). Собр. Пушă хирте хĕрлĕ хĕр çӳрет. (уйăх). Шорк. Çамрăк хĕр — лет 14—18-ти; яш хĕр — лет 18—19-ти; пĕве çитнĕ хĕр — лет 17—18. ПУ. Çитĕннĕ хĕр, девушка. N. Тĕрлемес хĕрĕ, уроженка с. Тюрлемы (независимо от возраста и семейного состояния). N. Тепри — ватта юлнă хĕр. К.-Кушки. Миçе çул ман хĕрте лармалла-ши? Сколько лет быть мне в девушках. N. Хĕр чухнехи иртрĕ поль, сорхори тăвасси иртрĕ поль. (Хĕр йĕрри). Ядр. Сат картинче сар-кайăк, юрлăни те килĕшет хĕрĕн арăм полнă чох (хĕртен арăм полнă чох) макăрни те килĕшет. Нюш-к. Хĕр тупаччин хĕр тăв (хĕр çураçса тупса параччин хĕр тăв). ГФФ. Улаха та кĕтĕм те — хĕр сăмахĕ. Зашел (я) на посиденки — девичьи пересуды. || Невеста. Изамб. Т. Хĕр леçме (провожать невесту) хĕрсем каймаççĕ. N. Хĕр шыв тăкма кайни. СТИК. Вăл ĕнтĕ хĕр çулне çитнĕ: час качча парас тетпĕр. Козм. Хĕр парăп хĕл каçайми. (Шăпăр). Юрк. Авланма шухăш пур та, хĕр çук халĕ. ТХКА. Çынсем: хĕр тупса парас сана, теççĕ. N. Хĕрĕн тетĕшĕ туйра туй килнĕ чухне е кайнă чухне хĕрне хулпуççи çине хурса йăтса кӳртсе, йăтса тухса тăрантас çине лартат. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. Сред. Юм. Хĕр полнă ĕнтĕ, тек выляса çиç çӳремелле мар. Невеста уже, нечего тут все играть. Пазух. Хĕр çӳретмелле выляс уммĕн юрлакан юрă. Çак юрра юрланă чух арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăм тăраççĕ: пĕр енне хĕр ачасем пулаççĕ. Пĕрисем юрланă чух тепĕрисем пăхса тăраççĕ. Пшкрт. Ĕçнĕ хĕр, невеста. || Назв. родства по мужу. Юрк. Родство: 1) сарă хĕр, 2) чипер хĕр, З) хĕрсем. Ib. Чипер хĕр, сарă хĕр, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр. Якейк. Мăн хĕр, çамрăк хĕр. Альш. Хĕрсем, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, сарă хĕр, чипер хĕр, шурă хĕр. Ст. Чек. Вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, шурă хĕр, сарă хĕр. N. Сестры старше мужа — аппа, аппай, акай, моложе — хĕрсем, чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕк хĕр. Н. Карм. Упăшкинĕн йăмăкĕ: асли — хĕрсем, тепри — вăталăх хĕр, тата — чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр. || Назв. речки в б. Ядр. У. (о ней есть предание, иначе хĕр шывĕ.) КС.
хĕр-аки
назв. обряда. Юрк. Хĕр-аки; хĕрсем, халер ан пултăр тесе, ял тавра акаласа çаврăннă. Етрух. Ĕлĕкхи чăвашсем хĕр-аки туни. Ĕлĕк выльăх мурĕ те, çын мурĕ те час-часах пулнă, çав муртан хăтăлас тесе, чăвашсем час-часах ял тавра тимĕр карта çавăрас, тенĕ. Вăл тимĕр карта акă епле пулнă. Çитĕннĕ хĕрсем е авланман ачасем пĕр çĕре пухăнса шут тăвнă, унта пĕр ватă çын пулнă; вăл ватă çын акă çакă сăмахсене каланă: „Ачасем, кӳршĕ яла выльăх мурĕ килнĕ, ĕнесем питĕ вилеççĕ пирĕн, хĕр-аки тăвас пулать“, тенĕ. Вара ачасен ушкăнĕнчен пĕр-иккĕн урпа çăнăхпе кĕрпе, çăв пуçтарма каяççĕ килĕрен. Каçчен пуçтарса хураççĕ, уна пĕр киле пашалу пĕçерме параççĕ. Ытти ушкăнĕсем ака пуç илсе пус тулне тухаççĕ, хĕрĕсем пурте йӳле-пилĕкĕн, хура-пуçăн (= çара-пуçăн), çивĕчĕсене сĕвĕтнĕ (= сӳтнĕ), вара пус тулĕпе ял вĕçĕнчен ака-пуçĕпе ана пуçлаççĕ: аки-пуçне вăтăрăн та пулĕ тытнă, пĕр хĕрĕ ака пуç тытмине тытать. Пуçласан кам тĕлне çитнĕ, çавăн патне кăшăлтатса кĕнĕ те, кил хуçисене саламатпа питĕ хĕртсе хăварнă, е, ютă çын пулас пулсан, уна тепле анчах вĕлермен; унтан тухса каллех аки-пуçĕ патне пурте кайса, аки-пуçне тăратса тепĕр çын тĕлне çитсен, каллех çавăн пек уна кĕрсе шыраççĕ; тупсан, хĕртеççĕ, вучаххинче кăвар пулсан, шыв сапса çӳнтерсе хăвараççĕ; тупмасан, каллех аки-пуçи патне анма каяççĕ: çапла вара пус тулĕпе анса çавăрнаççĕ, пур киле те кĕре-кĕре хĕртеççĕ; унтан тара-тара нумайĕшĕ пытаннă; вара анса çитерсен, таса уя кайса вут хураççĕ, вутне спичкĕпе е кăвартан тивретмен, уна хăйăпа хăйă сĕрсе вут тивретнĕ те; унта пăттине пĕçереççĕ, пашалуне илсе пыраççĕ те пăттине çăв хурса çиеççĕ. Выльăх мурĕ пирĕн яла ан килсе кĕтĕр ĕнтĕ, ял тавра тимĕр карта çавăртăмăр ĕнтĕ, теççĕ. Вара вут хĕрĕнчен тул çутлаччен таврăнса, харпăр-хăй килне саланса пĕтеççĕ. Çапла чăвашсем ял тавра муртан хăраса тимĕр карта çавăрнă. Çакна тройски иртсен икĕ эрнерен е виçĕ эрнерен тунă. Сред. Юм. Кӳрĕш ялсенче çынсем, выльăхсем пит виле пуçласан, хĕрсем çара-пуçăн, йӳле-пилĕкĕн, алла пушă тытса, ял тавра ака пуçне хăйсем тôртса, хăйсем сôхаласа çавăрнаççĕ; сôхаланă çĕртен кама иртсе кайнине кôрнă, сôхалама пăрахсах хĕнеме каяççĕ, çапла тунине хĕр-аки теççĕ. См. Магн. М. 135.
хĕрçи
девичество. ЧП. Ăна херçи кам парат? Ашшĕ памаст, мĕн тăвас! Бел. Гора. Унăн хĕрçи ăстĕлте? Шурă чаршав хыçĕнче, шурă перкевчĕк пуçĕнче.
хĕрен
назв. птицы, беркут. N. Хĕрен, коршун. Н. Карм. Хĕрен — чĕпĕ тытать, хура (гуся) хăлат тытать. Б. Олг. Хĕрен — пысăк (лопăс-лопăс çӳрет, куакрах, шăши ора шырат). Хорачка. Хĕрен ярăнса çӳрет. В. Олг. Хĕрен — холчă. Ст. Ганьк. Икĕ курак, пĕр хĕрен, пӳрт çумĕнче вăййисем. Султангул. Çӳлте хĕрен явăнать, чĕппи çĕрте явăнать. || Имя мужч. Б. Олг.
хĕрес хыв
хĕрес хур, положить крест, перекрестить, креститься. Аттик. Ял хапхине хĕрес хыврăм, мур çулне пӳлтĕм; кунтан малашне мур пирĕн яла кĕрсен, çулне мар, хăйне пĕтерĕп. N. Иван Суволов апат çине хĕçпе хĕрес хучĕ, тет те, апачĕ хура çĕлен пулса вĕçсе карĕ, тет.
хĕреслен
раскраснеться. См. хĕремеслен. Ст. Чек. Хĕресленес — хĕрелсе каяс. N. Çавăн пекех, çут пайĕн те кутăн çакăнса тăракан штампне курсан, хĕресленсех хĕрелсе кайма тиврĕ. Шел. 30. Шур акăш пек шап-шурă шурă пурçăн кĕпепе, пан улми пек хĕп-хĕрлĕ хĕресленнĕ пичĕпе пĕр хĕр сиксе тухать те... СТИК. Аслă акăшĕ хĕп-хĕрлĕ хĕресленсе карĕ (покраснела, она была убийцей), тет те, нимĕн тăва пĕлмес, тет. (Из сказки). Хĕн-хур. Ануш вăтанса хĕресленсе кайнă. Ашшĕ-амăшне. Лисахви, Ивана курсассăн, ялтах сиксе хĕп хĕрлĕ хĕрелсе хĕресленсе кайнă. Букв. 1904. Вĕсем вăтанса хĕп-хĕрлĕ хĕресленсе кайнă.
хĕрĕ
край (в начальный форме не употребляется). См. хĕр. НР. Çырма хĕрĕнче сакăр каска. На краю оврага восемь кряжей. Хурамал. Хура вăрман хыçне путек ятам — хăш хĕрнелле кайнине пĕлмерĕм. Пустил я ягненка за черный лес и не знаю, к которому краю он пошел. Регули 1147. Вăрман хĕрĕнче çӳрерĕм. Якейк. Ати ăвăль (= ывăлĕ) поличчен ямшак лаши полас-мĕн, хĕрĕнче сиксе çӳрес-мĕн. || Берег. ГФФ. Шур Атăл хĕрне пырса тăтăмăр. Вышел я на берег Камы. || Опушка. ГФФ. Вăрман хĕрне ан пырăр. Не ходите на опушку леса. || В качестве послелога. НР. Айхал хĕрне çитсен те, каçса кайма каçă çок. Хоть бы мы и к речке Айхал подошли, нет (для нас) переправы. Ib. Çырма хĕрне, ай, ансассăн, кули ура йĕпенмест. Когда спустишься к реке, как же ног не замочить. А.-п. й. 91. Вăрман хĕрне çитрĕç те хуллен пырса чарăнчĕç. N. Енĕш хĕрне кĕпе çума карăм. Хурамал. Авăтать-çке куккук, авăтать, çул хĕрĕнчи пĕччен маякра. Кукует кукушка, кукует на одинокой придорожной вешке.
хĕрлĕ
красный. См. хĕр. Н. Лебеж. Хĕрлĕ çыран тăмĕсем эмел çĕлен пуçĕсем. N. Çуркунне кунсен ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. Орау. Кăраççина (или: хĕвеле) хĕрĕç (= хирĕç) тытса ал виттĕр пăхсан (если посмотреть скзозь руку на солнце, на огонь), ал хĕп-хĕрлĕ курăнать. Альш. Чирку патĕнчех улпут карташĕ те пур: хĕрлĕ-хĕрлĕ вите-вите тухнă. Юрк. Атьăр, пăратсем, улма сатне, хĕрлĕ улма суйлама, хĕрлинчен хĕрлине суйлăпăр. Шорк. Хĕрлĕ йор çусан, т. е. никогда. Ст. Чек. Ун çуртне хĕрлĕ вăкăр сĕкнĕ (он сгорел). СТИК. Тĕлĕкре хĕрлĕ вăкăр курсан, вут тухат, тет. Вăл вăкăр кам карташне кĕрет, çав çын çурчĕ çунса каят, тет. Ск. и пред. чув. И. Варман улми пĕçерме шухăшланă кĕл çинче, хĕрлĕ кăвар ашĕнче. МД. Пулăн кăвак пĕлĕт айĕнче, пулăн хĕрлĕ пĕлĕтĕн хыçĕнче. (Солд. п.). Янтик. Хура вăрман хыçне кĕрт хӳнĕ, хĕрлĕ сăсар тухнă — йĕр тунă. || Румяный. ГФФ. Хĕрлĕ сăнăм, кăвак коç хойăхпа пиçрĕ савнишĕн. Мое румяное личико и голубые глаза пропали от тоски по милому. Ib. Ятпа поçăм пĕтес çок, пĕтсен пĕтĕ хĕрлĕ сăн. Моя голова и мое доброе имя не пропадут, разве только побледнеет мое румяное лицо. Ib. Пĕчикрен кĕнĕ хĕрлĕ сăн... Мое лицо, румяное с малых лет... НР. Çын сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. Сред. Юм. Хĕрлĕ хĕр, румяная девица. ЧП. Хĕрлĕ питлĕ сарă хĕр. || Спелый. ГФФ. Карăм çырлана тарăн çырмана, татрăм çырлине самăй хĕрлине. Пошел я за ягодами в глубокий овраг, набрал там ягод самых спелых. || Цветущий. Туперкульос 31. Ямшăк чупакансем епле тĕреклĕ, хĕрлĕ. || Красивый. Собр. Йышра вилĕм те хĕрлĕ, тет. „На миру и смерть красна“. (Послов.). || Рыжий. Ачач 92. Халь те ара çав-çавах хытă шавса тăрать, хĕрлĕ пуçа пĕтĕм вăй çитнĕ таран пăхать, çитерет... Ib. Ц. Пĕр хĕрлĕ тилĕ таçтăн вилнĕ сурăхăн кайри урине тупнă та кышласа выртать. Рыжая лиса достала где-то ляжку дохлой овцы и гложет ее. Ib. 45. Хĕрлĕ тилле куртăн-и? Ты не видела рыжей лисы? Ib. 87. Уссе çитсен, ĕçлесе хĕрлĕ ĕне туяннă. Ау 169°. Хĕрлĕ чăваш хĕрне сыхлать, хĕрĕ тухса каясран. || Прозвище мужч. Кан. 1929, № 180. Ывăлăм! тет Хĕрлĕ Чураккох. Ала 100. Ай-ай, хĕрĕм, мĕн парам-ши? Виçĕ кĕлет тыррăм пор: пĕр кĕлечĕ сана халаллă. — Ай-ай, ати, кирлĕ мар: хĕрлĕ йăтти вĕрех тăтăр. || Яркий, солнечный (о погоде). Чув. пр. о пог. 345. Евдоким кунĕ хĕрлĕ, хĕвел кун пулсан, çуркунне те аван пулат. Если Евдокиин день (1 марта) будет красный, солнечный, и весна будет красная. || Зарево. Шорк. Пĕлĕт çине хĕрлĕ ӳкнĕ.
хĕрлĕрех хура
темно-коричневый. Череп., Изамб, Т. Çăка хуппи е хура пулат, е хĕрлĕрех хура пулат.
хĕрлĕ-хура
коричневый, темно-красиый. Дик. леб З2. Унăн ӳчĕ-тирĕ пĕтĕмпех хĕрлĕ-хура тĕслĕ пулса тăнă.
хĕрри
край. См. хĕр, хĕрĕ. N. Сĕтел хĕрри, край стола. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... Хурамал. Аслă çулсем хĕрри çырлаллă, çиессӳ килсен татса çи. По краям большой дороги много ягод, если захочешь поесть их, то сорви и ешь. Ib. Аслă çул хĕрринче сар пушăтлăх, çул çыннисем пĕлĕç хисепне. На краю большой дороги — желтые молодые липы, идущие будут знать им счет. N. Çаран хĕрринче çĕр-çырли, пĕр çупкамĕ пĕр ывăç. Ачач. 59. Ашшĕ пĕр-хĕрринче хар-р-р! хар-р-р! харлаттарса çывăрать. Ib. 50. Тимуш чей чашкине, хĕррисенчен ик алăпа та пит асăрхаса тытса, тути патнелле илсе пычĕ. N. Çак Тип-касăн хĕрринерех пĕр пĕчĕк латакайрах, вăтам пӳрт пур. А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. N. Ку хĕрринчи, тот, который (сидит, стонт) с этого края. N. Уй-хирсем тăрăх сасăллă суха: „Хĕррине те ну, ну! “ — илтĕнет пĕрмай. Янгорч. Суха тунă чух лашана: хĕррипе! тесе кăçкăрса пыраççĕ. Янтик. Ушкăн кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррипе эпир касрамăр. Ст. Шаймурз. Аслă çул хĕррисем пылчăклă. Альш. Кайăк юпа тăррине пырса ларат, юпа хĕррине лараймас вăл. || Опушка (леса). Оп. ис. ч. Н. Вăрман хĕррине çитсен, çынни: вăсси! вăсси! — тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Когда они подошли к опушке леса, человек закричал: „Взы! взы“! || Берег. Бес. чув. З. Тутар ачисем çав çырман çӳлĕ хĕрринче, хăшĕ çара уран, хăшĕ çăпата сырса, хăшĕ кĕпепе кăна кăшкăрса, выляса, чупса çӳренĕ. ГФФ. Тем чол шыв хĕррипе отсан та, эпир шыва каяс çок. Сколько бы по бережку не ходили, в воду мы не упадем. Истор. Хĕвелтухăç йĕнчи çĕрсене Атăл хĕрри таранчченех туртса илнĕ. ЧП. Шурă Атăл хĕрри. Ст. Шаймурз. Тинĕс çинче пит вăйлă çил тухат, вара пичĕкене çыран хĕррине илсе юхтарса тухат. Орау. Шыв хĕррипе карĕ (если берег обрывистый, то: çыран хĕррипе карĕ), пошел вдоль берега. N. Хĕррисем (у реки Булы) кăш тĕлте тарăн, кăш тĕлте сăрт. || Употребляется в качестве послелога. А.-п. й. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. N. Картасем хĕрринче (под заборами) выртса çӳрекенскер. || N. Каç пулсан, вăрçă хĕррине ĕçлеме каяттăмч.
хĕрху
то же, что хĕрхӳ. БАБ. Çара мăянтан тунăскер çăккăрсем хуп-хура пулатчĕ, тет, çыртма çук хĕрху пулатчă, тет.
хĕсĕнкеле
учащ. ф. от хĕсĕн. Изамб. Т. Ул хĕле хĕсĕнкелесе (кое-как) каçрăмăр. N. Земствора пурте улпут, хура-халăх çынни сайра-хутра тепле пĕр гласный хĕсĕнкелесе юлать. Дик. леб 37. Çавăн çинче эпир аран-аран пĕр-пĕрин çумне хĕсĕнкелесе ларса канкалатпăр.
хĕсĕр йăвăç
шиповник. Шарбаш, Кубово. Хĕсĕр курăкĕ, назв. растения. Шурăм-п. Хĕсĕр курăкĕ шур хутаçлă. Çав лаптак шурă хутаçра вăррисем пур. Нюш-к. Хĕсĕр курăк. Вăл икел тăкăннă вăхăтра çăвăлчисене тăкса, шурă чечек майлă турачĕ вĕçсе усса ларать. Ib. Эпĕ Хусана кăçал августăн 17-мĕшĕнче вĕренме тесе килнĕ чух хĕсĕр курĕк турачĕ вĕçне шуратманччĕ. Пĕр курăкне çĕклесе çитерес тесе татнăччĕ те, ларса каннă çĕре манса юлнă.
хĕç лĕпĕш
назв. насекомого (бабочка). Шурăм-п. 27. Хĕç лĕпĕш (çула ăшă каçсем питĕ нумай Атĕл хĕрне ӳкет, шурă вĕтĕ лĕпĕш).
хрансуски
французский. Альш. Хрансуски явлăк саккăр та пур, шурă пĕрленттин явлăк пĕррех çех.
хранччус
назв. материи. Ст. Чек. Хранччус явлăк — хура, пăч-пăч шурă, или хĕрлĕ, пăч-пăч шурă.
шайла
равнять, сравнивать. N. Сĕлĕ, çулленхинчен шайласан, пит аван пулчĕ. || Взвешивать. СПВВ. Хушрĕç пире юрлама, пирĕн çамрăк ăссене шайлама. || Уравновесить. КС. || Прикинуть на глазомер. Алших. Шайласа тултар. || Соображать, рассчитывать (напр., при покупке — как будет дешевле; при постройке — где лучше построить и пр.). Изамб. Т. Баран. 131. Типсе çитсен тăм шак хытса, чул пек пулать. Çавăнтан шайласа, çынсем тăмран кирпĕçсем, савăт-сапасем тума вĕреннĕ. О сохр. здор. Пирĕн пӳрт лартнă чухне унăн аслашне çемье тăрăх шайласа тăвас пулать. || Складывать (песни). У. Я. Пĕлĕт пек ушкăн сурăх монгол хирте кĕтет, хăй чĕринчен пĕр юрă шайлать те кĕвĕлет. || Определить, расчитать. Рук. календ. Прокоп. Пирĕн арăмсем хăçан çăмăлланмаллине шайлаймаççĕ. О земл. Хăçан акассине ку ĕç патĕнче тăнă çын нумайĕшĕ хăй те шайлама пултарать. Календ. 1906. Тата çĕр çавракине шайласа та пĕлме пулать. || Разбирать. N. Халь хамăрăн та шайламаççĕ, топă номай переç. || Наблюдать. Çĕнĕ пурăнăç. Лайăх шайласа (сăнаса) пăхăр-ха хальхи çĕнĕ пурăнăçа! Вăл ĕлĕкхи пек-и? || Разрешать, обсуждать. Ск. и пред. чув. 39. Мăншу халăхĕ, хура ĕç çынни, хăйĕн ĕçĕсене пĕрле шайлама пĕтĕм Мăншу ялĕ вĕçĕ-хĕрринчи лутра пӳртсенчен пĕр çĕре, кайăк пуçтарăннă пек, пухăнса пырать. || Уважать. КС. Шайламасть, не уважает (— кураймасть, хĕрхенмест). || N. Ухçана шайламаççĕ.
шавка
то же, что шавкка (собака). N. Эй шурă шавка, шурă шавка, пăру сакки айне кĕр, шавка.
шак
подр. стуку. А.-п. й. 89. Пĕрене виçнĕ пек пулса, пуртипеле шак! шаккать. Орау. Хура туйипе хăй уммĕнчи шалчана шак шаккать. Юç. такăнт. З9. Кĕркури пуçĕпе урайне шак! тутарать (ударяется). Сред. Юм. Чолпа чола çапсан, шак тăвать. С. Айб. Атте мана пуçран шĕшлĕпе шак тутарчĕ (стукнул). А.-п. й. З8. Туратран турата ларса, шĕвĕр сăмсипеле шак! тутарать — тепĕр турат ӳкерет, шак! тутарать те — теприне касса ярать. НАК. Ачасем çиме килĕр, çиме килĕр! тесе кашăкĕпе чашки хĕррине шак-шак тутарать. А.-п. й. 42. Ула-такка тилле хапха çумне лартрĕ, хăй, хапха тăррине ларса, шаккама тытăнчĕ. Шак-шак! тутарать, шак-шак! тутарать. N. Шак-шак шаккать. СТИК. Шăннă çын шăлне шаккат (или: шак, шак, шак тутарат). Кан. Сӳнме пуçланă чĕлĕмĕпе урапа кăшăлне шак-шак-шак! шаккаса илчĕ. Выçăхакансем 27. Сысна ашне туртар-ха,— терĕ хĕрарăм, кашăкпа чашăк хĕрринчен шак шакканине илтех кайрам. Янгильд. Тукмак çавăрнчĕ те, шăла шак-шак-шак шаккаса кăтартрĕ. Буин. Хура вăрман хыçĕнче шак-шак вутă касаççĕ, çакă ялăн хĕрĕсем пĕремĕк çисе ӳсеççĕ. Актай. Автан çине пĕр йĕкел шак ӳкрĕ, тет. Бес. чув. 15. Çав вăхăтра пĕр çын ăрам енчен чӳречене шак шаккарĕ те: Микулай тете, пухăва! тесе кăшкăрса ячĕ. Синерь. Шак-шак шакăлти мине шак-шак, туп-туп тупарти (тупарти?) мине туп-туп. (Сăра юхни). Коракыш. Шак-шак юман, шак юман, шак юманта шак турат, шак туратра шак йĕкел. (Куршанкă). Янбулат. Шак, шак моклашка дерев опух тепер пошолă мăкăльт тора (торог?). (Загадка. Çона çолăнни). || Подр. оцепенению, отвердению. Баран. 58. Хăранипе шак хытса кайнă (они). N. Тĕлĕнсе шак хытса кайнă (изумился). О земл. Ун пек çĕр çумăр хыççăн шак хытса ларать. Баран. 131. Типсе çитсен тăм шак хытса чул пек пулать. Ib. 128. Вĕçĕ (языка) шăллă-шăллă шак хытă. || Совсем, совершенно. Тюрл. Шак типсе карĕ. Кан. Каçхине çывăрма выртаççĕ те, ирхине шак тусан пулса тăраççĕ (на утро встают, после сна, все в пыли). || Исключительно. Собр. Хĕветле салам янă, тет, янă тет, шак шерепе янă, тет, янă, тет; çемен салам янă, тет, янă, тет, шак канфет янă, тет, янă, тет. || Сплошь. Букв. Ани пулчĕ çула тăрăх, шак та тулă акрăмăр. ЧП. Шак та тулă авăрать. Байгул. Сăрт хĕрĕнче тумкати шак та сарă тулă явăнайрать. Сред. Юм. Шак сиккипе кайрĕ ô, корăнми пôличчен çапах. Пока из виду не пропал, он все вскачь несся (на лошади). N. Утмăл та çухрăм сĕм вăрман, шак уттипе тухрамăр. Тюрл. Çак Тĕрлемес вăрманĕнчен тухнă чух, шак чуптарса килтĕмĕр, утмăл çухрăм вăрманне шак уттарса килтĕмĕр, çитмĕл çухрăм вăрманне шак сиктерсе килтĕмĕр. (Хĕр йĕрри). || Всегда, постоянно. Сред. Юм. Шак та çапла хытланать. Всегда так делает. СПВВ. Шак та çапла. Все так, всегда так. Тюрл. Шак волтса итать (= ыйтать). Постоянно хочет узнать тихонько. || Встреч. в заумных песнях. Кĕвĕсем. Шак та çук, шак та çук, шак та çук та пире çук. Байгул. Шак, шак, шак каюк, шак каюк та пире йӳк. Ib. Шак-шак кайăк, шак кайăкран пире йӳк, чалма-чалма чалтирек, калик (калих?) салам пĕр салам. Юрк. Шак-шак, шак кайăк, шак кайăкне пире пар. Ала 104°. Шак-шак, шакка-иикки, Чорикасси Макаркки, вортты-вортты — ворворихха — Тяма-лохха — Ляплахха.
шак хыв
шак хур, ставить вянтерь. Образцы З8. Шурă Атăл хĕррипе шаксем хыврăм, шаккăмсем кайрĕçĕ сулă пулса. В Переносно — намекать. Орау. Манăн Хветĕре пĕр тенкĕ памалла та, ялан, курсан-тусан, çынсемпе: çавна илмелле, пĕр тенкĕ укçа кирлĕ те-ха, таçтан тупас; е тата: çынсем вĕсем темле парас укçана парасшăн тăрăшмаççĕ, текелесе шак хурса калаçать, темле парас. Якейк. Шак хорса калаçать, намеком выражает свою мысль. N. Шак хорса калаç, говорить обиняком. Питушк. Шак хурса (вăрса) калаçатпăр (ăна систеретпĕр те, сисмест; намекаем).
шалаш
(шал+аш) внутренность, внутренняя сторона. Срв. тулаш, малаш. Ашай. И, милай Аттай яль; тулашĕпе тул акнă, шалашĕпе сар ача. Г. А. Отрыв. Тулашĕ нимĕр, шалашĕ тимĕр. (Çĕмĕрт çырли). Актай. Тулаш нимĕр, шалаш тимĕр. (Загадка). Собр. Тулашĕ хĕрлĕ, шалашĕ шурă. (Хăла çырли). ПТТ. Çăпатасене хапха шалашне хураттăм.
шалкă
жалко. Синьял. Хĕрпе ача хушшинче пулштав эрек ни шалкĕ. N. Шалкă-çке, жалко право. Пазух. 111. Сарă та вăрăм варличчĕ, атя пухха, терĕм те, пурçăн тутăр çук, терĕ. Эппин юлах, терĕм те, хура кушшулпах ларса юлчĕ; ах, Макар, шалкă-çке, шалкă та пулин, такуйски, пурçăн тутăр ме илмен?
шалпар
(шалбар), длинный, мешковатый, свободный, просторный (об одежде); неуклюжий. СПВВ. ИФ. Шалпар — пушă. Ст. Чек. Шалпар — просторно. К.-Кушки. Шалпартарах, просторный (об одежде). N. Шалпар — широкий. Ядр., Цив. Шалпар — слишком широкий, свободный: кĕпе, урапа кӳпчекки, çĕлĕк. N. Калмăксем тăларан çĕленĕ вăрăм сăкман, шалпар тăла йĕм тăхăнаççĕ. Шел. П. 63. Вăрăм, шалпар, шурă пиртен çĕленĕ кĕписен çĕввисене пурне те тăрăшшĕпех алă лаппи сарлакăшĕ пурçăнпа тĕрленĕ. Альш. Мана шалпар шăлавар çĕлесе пачĕç (слишком широкие). Ib. Шалпар сăкман, широкий кафтан. Трхбл. Çурттук ытла та шалпар. Сюртук черезчур велик. N. Пупăн вара 50 тенкĕ хытă пуян аллинчен пысăк шалпар кĕсйине шанкăртатса кĕрсе ӳкнĕ.
шаль
шаль. Тюрл. Шаль тотăр, шаль. Тим. Хура шаль тутрийĕн çĕвви çук, çĕвви пулмасан та тĕрри пур. Ст. Шаймурз. Хура шаль туттăрăн çĕвви çук. Бугульм. Çĕнĕрен илнĕ шаль тутăр, пар аннене çыхмашкăн. Юрк. Пилĕк сумлăх хура шаль тутăр кайрĕ чыкан ачи картусне. Ib. Ярапаллă шаль тутăр пуян сар хĕр пуçĕнче. Сборн. по мед. Тумтирсене, шаль тутăрсене, кĕрĕксене, çума юраман япаласене пурне те хĕвел питне кăларса çакса, темиçе кунччен çил вĕртес пулать. || Микушк. Шаль пурçăн, шаль çиппи. Ст. Ганьк. Тĕрре пĕлмен хĕрсене мĕне кирлĕ шаль çиппи (на что им нужны шелковые нитки).
шан
подр. звонкому звуку при стуке. Ходар. Пукрав иртсен тепĕр кунне харпăр çĕрте чӳречерен: „Эй, хуçи пур-и!“ — тесе шан-шан-шан тутараççĕ: — „Пирĕн пата сăра ĕçме пырăр!“ — теççĕ. (Шан — сотрясение стекол от удара по раме). Альш. Хура вăрман варринче шан-шан вутă касаççĕ (звонкий, отдающийся в лесу звук). Утăм. 1928, 77. Мунча патне чупса çитет те, хăма крышша чăмăрпа пĕрре пĕтĕм вăйпа шан! тутарать. Толст. Вирлĕ пынипе лашисем хăйсен хапхине шан! пырса перĕнчĕç, тет. Букв. 1904. Хураçка çăтăр-çатăр, çуни-мĕнĕпе кĕлет айне кĕрех карĕ. Манăн пуçа кĕлет пĕрени çумне шан! тутарса хăварчĕ. Çутт. 20. Пусă хапхи шан тăвать. || Подр. звону. Альш. Чиркӳ старасти патне кайрĕç иртсе (проехали). Чан çапат çинçе кăна сасăллă: шан! шан! тутарать. N. Лаши отнă майĕпе шанкри шан-шан туса пырать. Орау. Сехечĕ паян, шанн тăвать, бьют часы. Шорк. Вăрманта шанн-шанн вотĕ касаççĕ. Ib. Вăрманта шанн çатрака хуçаççĕ. N. Пăшал сасси шанн (шăнн) туса карĕ (выстрел в лесу).
шан
большая деревянная кадка, употребляемая при пивоварении. N. Шан — сăра йохтараканни. Изванк. Салат-хăмласенчен пĕр пысăк шан сăра юхтарчĕç. Ст. Айб. Ăçта каятăн, хура кут; эпĕ те пырам, шăтăк кут. (Шанран ăсла юхни). Т. II. Загадки. Ăçта каятăн, хура кут? — Эпĕ те пыратăп, шурă кут. (Сăра хуранĕпе сăра шанĕ). Собр. Кăçта каян, шăтăк кут? — Эпĕ те пырам, хура кут! (Хуранпа шан). N. Шан, вроде глубокого корыта, делается из толстого дерева, нутро коего вынимается; оба конца забиваются досками, в одном конце оставляется дырочка для вытекания сусла. || Чан. Кр.-Чет. Старик тир туса пурăннă. Пӳртĕнче З пысăк тир шанĕ ларнă. Альш. Тикĕт шанĕ. || Фамильное прозвище. Хир-б. Шан Йăван. || Встреч. в загадке в неизв. знач. N. Шан касай? — Вăл та пулин мăрье.
шанчăк
надежда, опора. Пирĕн шанчăк теççĕ, теприсем — шанăç. БАБ. Хура халăхăн мĕн пур шанчăкĕ те пĕр тырă çинче анчах пулнă. N. Кам та кам ăслăлăх çине шанчăкне хурать. Ст. Шаймурз. Хура сăран алсан çакки çук, савса туман тусра шанчăк çук. || Доверие. КС. Унăн шанчăкĕ çук. Ему веры нет, на него нельзя полагаться. N. Шанчăк ил. N. Çыншăн вăйăнтан ытлашшине шанчăка ан кĕр. Микушк. Ача нумайччен пурăнса шанчăка тухрĕ, тет. N. Шанчăк çухатасран хăратăп. N. Кам хăйне шаннă шанчăка пĕрре вĕçерет, ăна нихăçан та шанăç пулас çук вара. Юрк. Ирхи куна каçчен çӳрĕттем, пирĕн килте тата шанчăк çук.
шап-шур
шап-шурă, шап-шор, шап-шорă, совершенно белый, очень белый, весьма белый, совсем белый. УЯ. Вăл пурăнсан, шап-шурă пĕлĕт пек сурăхсем хирте çăмланĕç. А.-п. й. 81. Тепре каять: пăрçа шап-шурă чечеке ларнă. ГФФ. Уйра ларан улмуççин олми полать шап-шорах. На яблоне, растущей в поле, родятся белые-разбелые яблоки. Альш. Пĕтĕм шур, пĕтĕм мал енĕ шап-шурă шыв пулать ун чухне. Сятра. Çынсем шап-шорă тыр вураччĕ, тет (т. е. все поле полно народа в белых платьях). Крат. разск. 24. Пичĕшĕсем хăранипе шап-шурă шурса кайнă. N. Шап-шурă, светло-белый.
шап-шурăлан
стать совершенно белым. Дик. леб 34. Елиса шывра хăй сăнне курать те пĕтĕмпе хăрасах ӳкет: унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Вăл ывăçĕпе шыв ăсса илет те, питне-куçне, çамкине çăвать; çавăнтах унăн ӳчĕ-тирĕ шап-шурăланса, çемçелсе, ĕлĕкхи пекех çуталса каять. Элиза увидела в воде свое лицо и очень испугалась: такое оно было черное и безобразное. Но вот она зачерпнула рукой воды, потерла щеки и лоб, и лицо у нее опять стало белым, как прежде.
шапка
(шапка), шапка. Цив. Хура çĕлен тирĕнчен çавра шапка çĕлетрĕм. Сред. Юм. Лашинчен кăпăк шапка пик талла-талла (= татăла-татăла) ӳкет. || Назв. поля (хир). || Назв. двух деревень в б. Спасск. у. Каз. губ.
шараçлă улача
назв. ткани. К.-Кушки. Шараçлă улачан кумма: 6 пĕрчĕ кăвак, 2 — шурă, 2 шурă варринче 1 кăвак, тата 6 кăвак та 1 шурă, ураççи те çавах. Шараçлă улачана тата шултăра улача теççĕ.
шартлат
производить очень сильный треск (трещать, хлопать, щелкать, шаркать). КВИ. Пĕтĕм çĕре кисретсе аçа шартлатса ярать. || ГТТ. Вут шартлатса çунсан, хăна килет, тет. Ib. Вут шартлатса çунсан, хăш чухне кăварне ывăтать. Когда дрова горят с треском, иногда отлетают горящие угли (но это бывает редко). Сала 249°. Пӳрт шартлатсан та ырлăха мар, пĕр-пĕр сиен пулать, теççĕ. Якейк. Хĕлле пит сивĕ чохне пӳрт пĕренисем шартлатса çорăлаççĕ. Альш. Шартлатса çурăлать вăл (камень) апла хурсан. Баран. 200. Тупăсем, пăшалсем шартлатнипе çĕр чĕтĕренĕ. Юрк. Çумăрсем иртсен, сасартăках тата пĕр-ик-виç куна шартлатса шăнтса хурат. Ib. Тыра вырнă чухне хăмăл шартлатсан, çумăр пулать. Чув. прим. о пог. 93. Тырă вырнă чух хăмăл сиксе шартлатсассăн, çăмăр пулать. Когда жнут хлеб, если жниво, ломаясь, трещит, будет дождь. Пазух. 96. Чĕн тилхепе шартлатрĕ, хура лаша хартлатрĕ. Сĕт-к. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаша хортлатать. N. Пирĕн урха урисемне шартлатса пуç таять. || В перен. знач. Н. Лебеж. Çиччĕр, çиччĕр арăмсем, хырăмĕсем шартлатчăр.
шартлаттар
понуд. ф. от шартлат; хлопать, щелкать, хлестать (бичом, кнутом). N. Мархва алăкне шартлаттарса хупнă та, нимĕн каламасăрах кĕрсе кайнă. Ст. Чен. Шартлаттарса хупнă = хыта сасă: шарт! тутарттарнă. Чĕлкаш. 12. Алă пӳрнисене вăл темĕншĕн шартлаттарнă. КС. Кашкăр шăлне шартлаттарса ларать. Ib. Вăл шăлне кашкăр пек (гневно) шартлаттарать. Б. Яныши. Пĕр ачи мана хырăмран вăрăм пушăпа шартлаттарса та ярчĕ. Сред. Юм. Чăпăркка шартлаттарсан, таçта çитиччин çорса каять. Ib. Кĕтӳ чăпăрккине шартлаттарсан, кайран та чăпăркка сасси çырмасенче илтĕнсен: çорса кайрĕ, теççĕ. || Шаркнуть. Чĕлкаш. 46. Пăшалпа та шартлаттарма ӳркенмĕç. Пожалуй, и из ружья шаркнут. || Пинать, лягать. ЧС. Шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Шартлаттарса тапса ячĕ. КС. Лаша урипе шартлаттарса ячĕ. Шорк. Ан пыр лаша котне, пĕрре шартлаттарса ярсан. А.-п. й. 52. Кашкăра пĕрех шартлаттарса тапса ярать (кĕсре). Ib. 70. Хура ĕне пуян арăмне пĕрех шартлаттарса тапса ярать. Чиганары. Качака чопса пырчĕ те, шăлĕнчен шартлаттарса ярчĕ те, кашкăр çавăнтах йăваланса карĕ, тет. || Баран. 49. Сасартăк çиçĕм çап-çутă çиçсе, шартлаттарса аçа çапнă. || А.-п. й. 30. Тытăнчĕç хайхисем хире-хирĕç мăйракисемпе шартлаттарса вут чĕртмешкĕн. || N. Малтан пĕр урине шартлаттарса хуçса илет, кайран тепĕр урине те. || В переносн. знач. Кан. Хут хыççăн хут, приккас хыççăн приккас шартлаттарать (издает приказ за приказом). Ib. Татах пуять те, Çĕпĕре тухса шартлаттарма хатĕрленет (готовится отправиться в Сибирь).
шарттин
подр. удару в ладоши. Микушк. Сап-сар ывăл таватăп, Мĕтри ятлă хуртарăп, йăкăлт-йăкăлт сиктерĕп, шарттин-шарттин çуптарăп. Чур. Шарттин-шарттин çапмашкăн хура алса туль пулинччĕ.
шаршан
(шаржан), поленница дров, двырковые дрова, сложенные в поленницу. Тюрл. Н. Карм. Шаршан касса купаланă вутă. N. Шаршан вутти — татса купаланă вутă. СПВВ. Шаршан вутти нумай тесе, турпасăра кăларса ан тăкăр. Байгул. Кăтик-кăтик шур чăхă, пĕр çăмартине тăвасшăн шаршан тăрăх кускалать. ЧП. Ула кушак, шур кушак, шаршан айĕнче йăви пур. N. Çуркунне пăр каснă шурă шаршан Шурă Атăл çине сулă пултăр. || N. Шаршан, сажень дров. N. Миçе шаршан? Сред. Юм. Пилĕк шаршан вăтран пĕр пĕтирик (пятерик) полать.
шашкă
норка (зверек). Шумерля, Н. Седяк. КС. Шашкă. зверек, ведущий такой же образ жизни, как и „ăтăр“. Н. Карм. Шашкă шывра пулать, ăна тытаççĕ, çĕлĕк тăваççĕ. Б. Олг. Шашкă — хора, шура порăнать, тирне онне тенкĕ, тенкĕ те çорă параччĕ, хӳри кошак хӳри пек онăн. Хир-б. Шашкă — хăмăр, кушак пек кайăк. Вĕл типĕре порнать порнасса, шыва вăл полă тытма анчах кĕрет. СПВВ. ИА. Шашкă кăвакала питĕ çиет. Зап. ВНО. Шашкă, зверек, черный с белой полосой по брюху. А. Турх. Шашкă, зверек. Для того, чтобы поймать, нужно в нору налить полно воды. Ловят часто. Мех стоит 5—8 рубл. Якейк. Шашкă кошак пушшĕ (= пысăкăшĕ) хора кайăк. Тирĕ пит хаклă. Пазух. 48. Шывра шашкă, ай, ишет-çке, шыв сулхăнне сисет-çке. ГФФ. Çич çул выртнă юр çинче тилĕпе шашкă йĕрри пур. На снегу, лежавшем семь лет, есть следы лисицы и норки. Хурамал. Çичĕ уйăх выртнă юр çинче сăсарпа шашкă йĕр куртăм. Ib. Сăсарпа шашкă йĕрĕнче хура тиллĕн унта мĕн ĕç пур. Какое дело черной лисице до следов куницы и норки? N. Шăнкăрчĕ чĕппи шыв ĕçнĕ чух шыври хура шашкăн мĕн ĕç пур. См. Магн. М. 55.
шевле
зарница, отдаленная молния, когда виден ее свет и блеск, а грома не слышно. И. С. Степ. Шевле вылят, зарница. Тюрл. Шевле вылять (= типĕ çиçĕм). Хурамал. Шевле вылять — даже зимою бывает, также и летом, вроде молнии. Сред. Юм. Шевле вылять, тесе, çĕрле йăлтăр-йăлтăр курăнса кайнине калаççĕ. ЧП. Çӳлтеех шевлесем выляççĕ. Собр. Çӳлте шевле вылять, аннеçĕм, кĕрекисем тулли çын вылять. СПВВ. Х. Шевле çӳлте вылять-çке, шерпечĕ çĕре тумлать-çке. Самар. Инчетрен килет çăмăр çуса, хушшисенче шевле выляса. N. Йĕпе шевле çиçет. N. Çеçен хирте шевле вылять. Бур. Çӳлте кăвакарчăн вылят, аялта шевле вылят, пĕр маттур хĕр пăхса тăрат, икĕ куçĕ пĕр вылят. || Луч (солнца). Шел. 162. Хĕвел шевли. Ст. Чек. Хĕвеллĕ кун, куç-кĕски çинчен мачча çине ӳкнĕ хĕвел çутти вылянине курсан, шевле вылят, теççĕ. N. Хĕвел шевли çинче тусансем куранаççĕ (луч солнца, проникший, напр., в шалаш и пр.). N. Хĕвелĕн пĕчĕкçĕ шевли пакша хӳри пек вĕлтĕртетнине курчĕç. Тайба-Т. Шурă Атăл хĕрринче шевле вылят, ăмарт-кайăк ларнă хăвана. Шел. 75. Ватти-вĕтти-мĕнĕпех шевле пекех выляççĕ. Ib. 12З. Хăш енелле пăхсан та, пĕр май шевле выляççĕ, ăçта пăхнă, вăл тĕлте кĕнекесем вулаççĕ. Сам. 55. Тарăн улăх тĕпĕпе çутă шевле шăвăнать. || Призрак. Ст. Чек. Эп шевле куртăм. Я видел призрак (привидение).
шерепелентер
понуд. ф. от шерепелен. Шел. П. 62. Тăваткăл çаврака тутрисене, икĕ енĕпе те çара пурçăнпа, темиçе тĕслĕ тĕрĕпе тĕрлесе, кĕççĕ пек хулăнлантарса, çӳçелентерсе, шерепелентерсе, шурă пир çинче пĕр шурă çип те курăнмалла мар тунă.
шерте
жердь, шест, тычинки для хмеля. Толст. 161. Çак шертене Жилин ĕлĕк хуçи çурчĕ çинче курнă. Этот шест Жилин видел еще прежде на хозяйской крыше. Юрк. Шерте = сайхах, йывăрлăх. Н. Седяк. Çуна çумне вăрăм шерте çыхса, ун тăрне ялав çакаççĕ. ЧС. Лашасем кӳлсе вăрăм шертесем турттарса пычĕçĕ. К.-Кушки. Хăйсем вăрмана шерте касма кайнă. Ст. Чек. Шерте = вĕрлĕк, тоньше, чем кашта. Баран. 75. Вăрăм шертесем тăррине хура халăх хăйсен лайăх япалисене, е пасар таварĕсене çака-çака янă. N. Пуссинĕн патиенĕ çукчĕ, вĕçĕнче çеклиллĕ вăрăм шертепе витре хăлăпне çаклатса ăсатчĕç. Трхбл. Ентрух пичче анкарти тăрăх шерте сĕтĕрет. (Кушак хӳри). || СТИК. Шерте, верзила, высокий человек.
шешен
то же, что шĕвĕшлен. Чăв.-к. Çĕр çирĕм пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, çине симĕспе кăвак виттертĕм, хушшине шешен кайăк яртартăм; шешен мĕн ĕçет, мĕн çиет, тулă пĕрчи сăхат, шыв сыпат; пирĕн акка-йысна мĕн ĕçет, мĕн çиет, шурă сахăрне çыртат, чейне сыпат.
шыв
(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).
шыв кукри
заворот. ЧП. Кайăк хурсем пыраççĕ картипе, ялан шыв кукрисене шыраса. Çутт. 154. Чăнахах та эпĕр шыв кукрине тухсан, шурă тĕтĕм мăкăрланса тухнине катаранах куртăмăр. Ib. 154. Шыв кукрипе çавăрăнса кайсан...
шывлан
стать водянистым, намокнуть, взмокнуть, замочиться; сыреть, отсыреть; прослезиться (о глазах). Альш. Аранçĕ çумăр çусассăн каят вара пĕтĕм çерем шывланса. Бгтр. Тăвар шывлансан, çăмăр полать. Микушк. Сарă хăмăшсем шывлансассăн, çуркунне пулнине çавăнтан пĕлĕн. Тăван куç хупаххи шывлансассăн, тăван уйрăлнине çавăнтан пĕлĕн. Букв. 1904. Халĕ те çав сăмахсене асăнсан куçăмсем шывланаççĕ. Н. Седяк. Пĕчĕкçеççĕ пуçăр, хура куçăр, халь шывланма тăрать эп кайсан. Н. Карм. Сирĕн куçăрсемех йĕпкĕн хура, шывланĕ халĕ, тăван, эп кайсан. ТХКА 5. Малтан куç шывланса çӳрерĕ ман: вара чикекен пулчĕ; куç-тĕк таттартăм. N. Хăшин куçĕсем куççулĕ юхнипе яланах шывланса çӳреççĕ. О сохр. здор. Ача хĕрлĕ шатрапа чирлесессĕн, унăн куçĕсем хĕрелсе, шывланса каяççĕ. N. Унăн йăваш куçĕнче тек шывланать куç-харши. N. Кĕсен шывланса ларнă. СПВВ. Т. Шатра чирлĕ çыннăн ӳтне-тирне пĕтĕмпех хупласа сырса илет те, вара шатра хупписем шывланса, пĕвĕрленсе, тула-тула лараççĕ.
шыв нăрри
водяной жук. КС., Сред. Юм. Шыв нăрри тесе шывра çӳрекен хытă çунатлă хура нăрра калаççĕ (величиной с палец).
шыв чăххи
назв. птицы, кулик, черныш. Мыслец. Шыв чăххи (scr. чихи), кулик. Альш. Шыв чăххи, водяная курочка. Ib. Шыв чăххи — вăл тĕм-хура; сăмси те, урисем те, пĕтĕмпе хура. Анчах унăн чĕрнисем хушшинче кăвакалсеннĕ пекки карăнса тăраканни çук. Пур та, аранçĕ-кăна: пурнисем çумĕнче кăртлă-кăртлă усăнса тăрат. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес, вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. Вĕçсен те, час вĕçсе каяймас вăл: малтан шыв çумĕнчен темĕнччен лăппăл-лаппăл... Кайсар. Шыв чăххи ури сивĕ тытнине чарат. || Назв. насекомого (ходит быстро поверх воды, делает отрывистые скользящие движення, вроде жука, желтоват). Нюш-к.
шыран
беспокоиться, хлопотать. СПВВ. Ан шыранса çӳре. Не хлопочи, не беспокойся. N. Ăçта та пулсан Дунай шывĕ патĕнче е урăх çĕрте шыранса çӳренĕ. N. Эмелçĕн хăйĕн те суран пулас пулсассăн, унăн суранĕшĕн шыранăттăн-и эсĕ? N. Иван калать: хура çив, пит лайăх пӳрт илесчĕ-ха, эсĕ кайса шыранаймăн-а?“ тет тиллине.. Тилĕ калать: чим-ха эппин, эпĕ малтан патша патне кайса килем, вара патша хĕрне парсан, пӳрт шыранмалла пулĕ вара, тет. N. Юрату хăйне асла хумасть, мăнкăмăлланмасть, йĕрĕнмест, хăйшĕн шыранмасть. || Юрк. Урăх ан шыран, атте-анне ятне ан яр. || Подкапываться, подыскиваться. Уганд.
-ши
вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?
шу
двигаться. См. шăв. Календ. 1906. Хамăр пĕр вырăнта тăнă пек, çул çинчи япаласем — маяксем, хăвасем шунă пек. С. Дув. Хĕвел шăвать малалла, уйăх шăвать каялла. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх шăвать кулянса кăвак пĕлĕт тăрăшшĕпе. Самар. Çӳлте çăлтăрсемех, ай, миçе-ши? Миçе, пĕрти, пăхсан та шумасть-ши? Ала. 61. Çӳлте кăна çăлтăр та, ай, миçе-ши? Миçе пăхмассерен те шумасть-ши? N. Шăвать-ĕçке шăвать шурă пĕлĕт шур юр çуса кайиччен. ЧП. Шăвать-çке, шăвать-çке кăвак пĕлĕт. N. Пĕр куна яхăн вăл хĕвел-анăç еннелле шуман (не двигалось). Т. VI. Загадки. Лаши туртать, çуни шумасть. (Шыв юхни). N. Çĕрĕн шăван кайăк кĕшĕк. || Подвинуться. Изамб. Т. Пăртак шу, немного подвинься (сидящему). Букв. 1886. Шалалла шу. || Скользить. N. Паян ура шăвать. Сегодня на дворе скользко. N. Кĕпе çунă чох вăл ори шуса шыва ӳккĕр те анса карĕ. Когда ова полоскала белье, поскользнулась, упала в воду и утонула. N. Йĕлтĕр туса пар, терĕм; йĕлтĕр туса пачĕ те, шурăм-карăм пахчана. Зап. ВНО. Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулинччĕ. Чаду-к. Упа пĕр сăртран шуса аннă та, ун патне чупса пурса (= пырса) пуçне пуртăпа касса татрĕç. || Ползать. N. Левонть хырăмпа шăвакан полчĕ. Букв. 1900. Кăшт тăрсан, кĕпер кашти çине выртрăм та, хырăмпа шуса каçса кайрăм. Ала 17. Çак Иван вара çавсене курсассăн, хуллен шуса пынă та, пĕрин кĕпине илсе хăйĕн çумне чикнĕ, тет. Толст. 15. Мачча тăрăх пĕр хăнтăла шуса пыра парать (клоп лез по потолку). Такмак. Утаканĕ утса пырăр, утайманĕ кутпа шуса пырăр. || Исчезать, ускользать незаметно, шмыгнуть. А.-п. й. 96. Сахар часрах тумланса, улпут тумтирне йăтса, хуллен мунчаран тухса шурĕ хăйĕн килнелле. КС. Тухса шурăм. Я удрал. Моркар. Хăранипе пӳртĕнчен хайхи хуçа тох та шу. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шу эс кôнтан (удирай), аттô патак лекет. N. Çынни укçана часрах илсе чикрĕ, тет те, тухса шурĕ, тет, юлташĕ пăтне (улизнул). Б. Яныши. Эпир часăрах толалла тохса шурăмăр. Букв. 1906. А а-х! апла пулсассăн сывă пулах, йытă туç; сирĕн пек самăр (мăнтăр) ан пулам та, хам ирĕкĕмре хам çӳрем! тесе каларĕ, тет те, шурĕ, тет, кашкăр вăрманалла. Ашшĕ-амăшне. Лешсем пăртак тăрсан-тăрсан, ĕнсисене хыçкаланă та, шунă вара килĕсене (убрались). N. Наччас кĕсьене шуса кĕмелли япала! Моркар. Корать чăваш,— ĕç пăсăлать, кăмакаран хор шăвать. К.-Кушки. Сирĕн япаласем Пухтелне шунă (спроважены). || Якейк. Пичипа инки ĕçкинчен чутах шуса (= каймасăр) йолаттăмч.
шутар
понуд. ф. от гл. шу. ЧП. Лашамах та начар, çулĕ хура (снегу нет), епле шутарам-ши çунана. N. Çунана лупас айне шутарса кӳртрĕç. Сунт. Вăл килнĕ чухне çил те, тăман та пулман, йĕлтĕрпе çăмăл пулнă шутарма. N. Урисене темскер шчутка пекскерне тăхăнса янă, каллĕ-маллĕ шутарса çӳрет. Надел на ноги нечто похожее на шетку и елозит по полу. || Идти. А.-п. й. 42. Калаçса татăлчĕç те хайхисем, шутарчĕç ял вĕçнелле. || Удрать. N. Хайхисем купăста вăрри илсе килесси пуçĕнче те çук, урăх çĕрелле шутара пачĕç, тет. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шутар эс контан (удирай), аттô патак лекет. Турх. Çук, çапах та килелле шутарас пулать (удрать). СТИК. Çав çын вăрăсене шутарнă, теççĕ (проводил в другое место, избавил их от преследования). || СПВВ. Шутарса калать (ласково, чтобы обмануть).
шултăра улача
назв. клетчатой ткани. К.-Кушки. Шултăра улачана икĕ асапа тĕртеççĕ: кумми — 6 пĕрчĕ кăвак, 2 — шурă, ураççи — 4 пĕрчĕ кăвак, 2 — шурă.
шум
невыясн. сл. Н. Лебеж. Мулла каять шурă мичĕте шум кашмине сирен (так!) кĕл тума.
шуп
шоп, частица, употр. для образования превооходной степени от шурă.
шуп-шур
шоп-шор, шуп-шурă, шоп-шорă, белый-пребелый. См. шап-шурă. Чураль-к. Улмуççи лартрăк, сат турам, улми пулчă шуп-шурă. Якейк. Шоп-шор çорăлать çĕр çырли, вĕремсĕр ма татмалла тунă-ши? Ib. Хăраса шоп-шорă шоралса кар. Ib. Шоп-шор кĕпе тăхăнтăм. Ib. Йăван арăм пасара анч, ан пăх, шоп-шор тенкĕ çакнă. Козм. Ойра вăл вăхăтра шоп-шорă халăх ĕçлеççĕ. Якейк. Кошлавăш шоп-шорах ут çолать, пирн ялсем никам та тохман.
шупашка
шопашка, долбленная кадка из цельного дерева. Шарбаш, Якейк., Б. Атмени, Моркаш. Б. Атмени. Шопашка, то же, что ырçа, а в других местах (Таутово) çӳпçе. Б. Кумарк. Шопашка, шупашка, то же, что в других местах çӳпçе, кадка для одежды вместо сундука. СПВВ. Т. Шупашка — çӳпçе тени пулать. СПВВ. МС. Шупашка, шур тумтир хумалли, çăкаран тăваççĕ, катка пекскер; вăл кашни качча каякан хĕрĕн пулать. НАК. Икĕ çӳпçе (шупашка) шурă тумтир, тет (у невесты). Моркаш. Çакă ялăн хĕрĕсем качча кайма тапратсан шопашка тавра коскалать, ик аллине шарт çапать. Никит. Ах, ака, Улюк аки, шупашки кутне пурсассăн ик аллине шарт çапать. Якейк. Ай, инке Мари пор, шопашки тавра çаварнать, ик аллине шарт çапать. ЙФН. Ай аки Кулина, шупашки тавра вăрт çавăрнать, ик аллине шарт çапать.
шупăр
шопăр, летний женский кафтанчик из белого полотна. Якейк. Шопар çулахи томтир (хĕрарăм йосавĕ). СПВВ. ТА. Шопăр — шур пир халат. КАХ. Шупăр — шурă пиртен çĕлĕнĕ сăхман. ЩС. Шупăр, летняя поддевка, мужская и женская. Из мужчин надевают только старики. Золотн. 241. Летом чуваши носят белый холщевый кафтан — шопăр. Альш. Çиелтен тата шурă шупăр тăхăна-тăхăна янăччĕ вĕсем. А.-п. й. 60. Пукане шупăрне те, мăйи-шӳлкемине те, шăрçине те тилле хывса парать. Кан. Эсĕ шухăшпа (так!) шупăр çĕленĕрен пирĕн план 69 проччăн кăна тулнă. Абыз. Пӳрт тăрăнче тĕрлĕ шупăр выртать. (Çăлтăрсем). Орау. Пирĕн ваттисем хăйсене вилсен тăхăнтартса выртарма шупăр çĕлеттерсе хураççĕ.
шупкалан
выцветать, полинять, бледнеть. Н. Карм. Малтан пулать кăвак (хĕрлĕ, хура), çусассăн вара кайран: шупкаланчĕ, тĕсĕ карĕ, теççĕ. КС. Хĕрлĕ кĕпе, хĕрли кайсассăн, шупкаланать. Нюш-к. Кăвак кĕпене кивелсен, тĕсĕ улшăннă пулсан: ку кĕпе шупкаланса карĕ ĕнтĕ, теççĕ. В. Олг. Шопкалан, побелеть (о ткани цветной, о капустных листьях).
шур
шор, белый. См. шурă. Янтик. Ĕнтĕ шур юр çăвать, пушмак путать. Собр. Шур юр çине çунă шур йăлтарка, хĕртсе хĕвел пăхса та ирĕлес çук. НР. Ăрамри шур юр пĕтес çук... На улице белый снег не сойдет. Вомбу-к. Шур пренĕк. Чураль-к. Мана пичи юратать: шур ампар лартса парас, тет. Тайба-Т. Тантăш ăçта çывăрат, урам хĕрринчи шур лаçра. N. Шур кĕççĕ чăлха пустартăм; шур курнитсара çӳрес пек. НР. Уй варринчи шур хурăн... Среди поля белая береза... Альш. Ман çийĕмри шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. НР. Кантăк çинчи шур супăн... На подоконнике белое мыло... Хора-к. Шор çăмарта тийиса шоратмасăр çиес мар. N. Çӳлĕ тусем çине хăпартăр-и, шур кĕленче чиркӳсем куртăр-и? Тогаево. Шур-шур та ульки кантăр тыллать. N. Тăп-тăваткăл минтер, çитсă вăй пит, пурте шур хуринĕн (белого гуся) мамакĕ. N. Шор сахăр пек çут атă, ăстаях-ши выртать-ши? ГФФ. Шор чăлхапа, пошмакпа. В белых чулках и башмаках. Ib. Шор перчатки, кăвак кончи ĕçпе пĕтрĕ окçашăн. Белые перчатки, синие наголенки износились в работе из-за денег. Хош-Çырми. Пĕр çавра çил тухтăр, вĕçтертĕр, аннеçĕм чĕрки çĕне ӳкертĕр, шор тоттăрпа çыхса хотăр-и. Пусть поднимается вихрь и унесет их (волосы) и уровит на колени матушке; пусть завяжет она их в белый платок ГФФ. Ларса йолма шор чол мар. И не белые камни, чтобы остаться на месте. НР. Тарăн варти, ая, шор хăйăр анчах çунă шор йор пек. В глубоком овраге белый песок, подобно что выпавшему белому снегу. N. Халăх окçипе пĕр шор лаша илеç Илья пророка пама. ГФФ. Пахчана ятăм шор питек кĕтмĕл аври солляма. Я пустил в сад белого ягненка щипать брусничную траву. Байгул. Шор кăвакал чĕпписĕм. Хош-Çырми, Шор автан сассисем илтĕнеççĕ. Слышатся голоса белых петухов. Байгул. Шор, шор, шор та хĕр, шор та кантăр тыласан, ори таппа ларайнă. Ст. Чек. Шур хĕр. Ст. Айб. Шур акаян шăлĕсем хура. (Хурткуççи). Н. Лебеж. Килеймерĕм атте-анне кăмăлне, килтĕм шур патшанăн кăмăлне. (Солд. п.). Мусирма. Хура хур ами пултăм та, хура халăха пуçтартăм; шур хурт ами пултăм та, шур халăха пуçтартăм. || Седой. N. Шурă кăвак (седой). Альш. Ăна шурă сăн (кăвак сăн) çапнă. У. Я. Шур çӳçсене тăктарчĕ тертленнĕ пуç çинчен. Ала 66°. Кинçĕм те лайăх Хĕвекла, йĕрет те макрать, качча каять, пуçăм та шурă пулми, тет. || Чистый. НР. Шор портянккă не шалккă... Чистых портянок не жалко. К.-Кушки. Мунча кĕрсе тасалса, шурă кĕпе-йĕм тăхăнса. || Светлый. НР. Шор чăланти, ай, çут часси, çапас вĕрем çиттĕр пуль. Блестящим часам, что в светлом чулане, видно, пришло время бить. || Бельмо. N. Вара ман куçсене шур илчĕ. ЧП. Икĕ хура куçма шур илтертĕм. Зап. ВНО. Ватă хĕрĕн куçне шур илнĕ. N. Ахмать куçне шур илнĕ. (Чӳрече шăнни). Кан. Асамçăсем патне чупса куçсене шăтарттаракан,— шур илтерекенсем. N. Куçне шур та илсе лартнă. N. Сулахай куçне шур илнĕ (вăкăрăнне).
шур
шор, бдеднеть. К.-Кушки. Шурса кайнă (на момент). Альш. Мĕншĕн эсĕ шурса кайнă? Юрк. Куллен кун хам хуйхăра-хуйхăра пĕтĕмпе типсе шурса кайрăм. Альш. Шап-шурă хут пек шурса кайнă хăй чирпелен. || Поблекнуть, завянуть. Сред. Юм. Сôхан çулçи кĕркĕннепе шорса каять, йăвăç çӳлçисем шораççĕ (исчезает зеленый цвет). СТИК. Шурнă купăста. (Так называют людей бледных). Сборн. мед. Таса мар, тăвăр пӳртре пурăнакан çынсем епле имшер, шурнă купăста пек кăн-кăвак пулаççĕ. Юрк. Ял ялĕнчи арăмсем шурнă купăста çулçи пек. || Побелеть. Емельк. Çичĕ ют сăмахпе шуриччен, курса юлăр, таванăмсем. || Рассветать. Ск. и пред. чув. 79. Çурăм пуçĕ шурсанах, туй халăхĕ пухăнать. || Кн. для чт. 144. Тăманан куç шăрçисем пит пысăк, çавăнпа унăн куçĕ кăнтăрла, хĕвел çутипе шурса каять.
шур
шор, шурă, шорă, болото, болотистая земля, болотистый луг. N. Икĕ айкки тăвайкки, варринче мăн шур. Цив. Çума çакнă йăс тура шур хушшинче çухалчĕ. N. Шуртан шурĕ хуплать тĕмеске вĕтлĕхре. Юрк. Сăртсем çинче тахçан шыва ларман анасем путакан пулса шура тухрĕçĕ. Кан. Шура кайнă айлăмлă вырăнсене типĕтес шутпа... О землед. Шурлăх нумай çĕрте витсе урайсене, картасене тасатаççĕ те, шур тĕлĕнчи тăпрана сараççĕ. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... N. Шорти сысни шор сысни, шор хот окçа витрĕм, итто çавах çил уçрĕ. ЧП. Тикай хир варринче, ай, пĕр шурă... Собр. Тинĕспе çĕр çинче ким çӳремесен те утма çук. (Шура). || Тюрл. Шор, назв. поля. || Якуркел. Хирсем: Уксăмлă, Патшалăх, Машай, Шур... || Б. Яуши. Шур, назв. урочища. || N. Назв. речки, по берегам которой, по преданию был густой лес; протекает около дер. Тайбы-Таушевой. Кайсар. Шыв ячĕсем: Кăнна, вырăсла — Кильна, Шур — вырăсла пĕлместĕп.
шурă курăкĕ
шур курăкĕ, назв. растения. Рак., Кайсар. № 17. Чĕчĕ ĕмекен ачасене, пысăкрах ачасене, тата хăш чухне мăн çыннăн çăварне, çăвар маччисене, чĕлхи çине шурă кăмпа тухат; çав кăмпа тухсан, шурă курăкне вĕретсе ĕçтереççĕ, шыва та кӳртеççĕ пĕчĕккисене. Кив çул вырăнĕсенче ӳсет. Ст. Чек. Шур курăкне чей вырăнне вĕретсе ĕçеççĕ.
шурлăх
болотистое место. Баран. 155. Нумай тĕлте шурлăха ана тунă (обратили в пахотную землю). ПТТ. Унăн виллине масартан кăларас та, шурлăха пытарса кăкăрĕнчен шалча çапса хурас,— тенĕ. Собр. Шурă чăхă шурлăхра, чăпар чăха чăпарлăхра, таса сарă хĕрсем пуянлăхра. ЧП. Шурă шурлăхра. ХЛБ. Шурлăх, болото.
шурут
шорут, назв. растения, пырей. Agropurim repens. П. И. Орл. Д. С. Серг. № 11. Икково. Шорут соха-поç коптакиyе çĕмĕрет. Виçĕ пус. 26. Çĕре юсакан курăксем çук çĕрте коçтора, е шурута акма питĕ кирлĕ. Пазух. 11. Шурта шурут çулаççĕ. Н. Роман. Улăх тăрăх утмарăмăр, шурут тăрне хăртмарăмăр. По лугам мы не ходили, пырей-траву не топтали. I Назв. селения Шерауты Первомайского района. Янших. Б. Шурут чиркӳ шурă хут çинче, унăн мĕлки Самар шывĕ çинче, пĕвĕмĕрсем ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне килĕнче.
шурă
шорă, белый. N. Пĕчĕкçеççĕ кушма — шурă кушма, пурте шур путекĕн кăчăкĕ. Толст. 5. Куçли калать: сĕт шурă, хут пек шап-шурă, тет. Суккăрри калать: шурă тĕс апла вăл хут пекех алăра шăлтăртатать-и-мĕн? тет. Зрячий сказал: „Цвет молока такой, как бумага белая“. Слепой спросил: „А что, этот цвет так же шуршит под руками, как бумага?“ Ядр. Ман тантăшсем ялт шурă, епле уйăрлса каям-ши. Ск. и пред. чув. 3. Тимĕр тылă ашĕнче шурă шуйттан ларать, тет. Пазух. 73. Чăлт шурăран тутăр эп кумтартăм. Чув. прим. о пог. З7. Хĕвел шурĕ тухсан, çав кун уяр пулать, малалла та уяр пулать. Если солнце восходит белое, то в этот день будет ясно и вперед будет ясно. N. Çамки çинче шурă пур (вăкăрăн). Н. Якушк. Улачанăн шурри пит çинçе, кам аллисем витĕр тухнă-ши? N. Шорринчен Хвекла саппун тутарнă, ытти япаласене тапратман-халь. Хош-Çырми. Тӳнес марччĕ шорă йор çине. Хорошо бы не свалиться мне на белый снег. НР. Анатран хăпарать шора пăрахот. Снизу идет белый пароход. Хош-Çырми. Икĕ шорă çăмарта пĕçертĕм, хăшĕ сывалассине пĕлмерĕм. Сварил я два яйца, но не знал, которое из них убудет. Ск. и пред. чув. 19. Шурут çырми варринче шурă шăмăсем выртаççĕ. Якейк. Çăмарта шорă тийиса шоратмасăр çияс мар. БАБ. Юрла-юрла ĕçер-е? Юртан шурă пулар-а? Давайте пить и петь песни, и сделаемтесь белее снега. Бугульм. Шурă çĕлĕк шур юр пек, хамăр тăван чунăм пек. N. Шурă юр пусарса тăракан чăрăшсем йăшăл та тумаççĕ. N. Ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт иртет... НР. Апай исе пачĕ шурă тутăр. Мать купила мне белый платочек. Хурамал. Манăн шурă кĕпе пĕрреççĕх, çуса çаксан, шурă юр пекех. У меня единственная белая рубашка; если выстирать ее и повесить, то она как белый снег. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Хурамал. Ăлăхăттăм çӳлĕ ту çине, çыру çырайăттăм шура чул çине. Взошел бы я на высокую гору и написал бы надпись на белом камне. Ib. Çӳлĕ тусем çинче шурă курнитса. На высокой горе — белая горница. Ib. Шурă иккен куянăн урисем, хĕрлĕ иккен тиллĕн урисем. Оказывается, у зайца ноги белы, у лисицы — красны. N. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтатчĕç. Çăмарта пăрахнă чухне те: чунна шурă чăхă ертсе çӳретĕр, тетчĕç. N. Кăвак кăвакарçăн чĕпписем — шурă кăвакарçăн сĕчĕсем, эпир аттепе анне ачисем. Бугульм. Кăвак кăвакарчăн пурте пĕр пек, çуначĕ шурри ăрасна. ЧП. Хĕрсем шуртан шурă кантăр тыллаççĕ. N. Эй, шура аппа, шурă аппа, чӳрече витĕр пăх аппа. ТХКА З0. Оксанă — хура куçлă, шурă ӳтлĕ, сар çӳçлĕ, яштак пĕвлĕ хитре хĕрччĕ те. || Альш. Çута-шурă, светло-белый. Ib. Витĕр шурă, цвет бумаги. Орау. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать. || По-белому (изба). О сохр. здор. Пӳртре хăрăм-тĕтĕм ан пултăр, çавăнпа пӳрте шурă тума кирлĕ (по-белому). Хурамал. Алăкăрсен умĕ улма йывăç, улмисем çукран илемĕ çук; пӳртĕрсемех шурă, саккăр сарă, савнă тăванăр çукран илемĕ çук. У вас на дворе растут яблони, но нет у них красы оттого, что на них нет яблок; изба у вас белая, лавки в ней желтые, но нет у нее красы оттого, что у вас нет милой родни. || В переносном значении. N. Эпĕр шурă тăвасшăн, çынсем хура тăвасшăн. Мы хотим сделать как-нибудь это приличным, а люди стараются сделать это нехорошим. || Честь? N. Сĕтел туртса си парат, питме шурă килĕ-и, тесе. || Снег. С. Айб. Уттарам-шин, чуптарам-шин аслă çулпа шурă пур чухне. || Хлебное вино (водка). Изамб. Т. Сахал пулсан: шуррине пар, тесе, тата ыйтаççĕ.
шурал
шорал, побелеть. Ск. и пред. чув. 10. Тĕтре çӳрет шуралса, çӳлĕ ту тавра явăнса. N. Чавка кăвакарчинсене лайăх çитернине курнă, вăл шуралса кăвакарчинсен йăвине вĕçсе пынă. || Побледнеть. Хош-Çырми. Нар пек хĕрлĕ сăнăм шоралчĕ. Побледнело мое румяное личико. Икково. Пĕре шоралать, тепре хĕрелет. То бледнеет, то краснеет. || Линять, выцветать. Пшкрт. Якейк. Çийăм толли кăвак постав, шоралтăр, кивелтĕр. || Поседеть, состариться. ГФФ. Тантăш ăмма шоралнă? Ним туса та шоралман, порвăç тытса шоралнă. Отчего это поседел мой ровесник? Ни отчего другого он поседел, а поседел от житейских забот. Баран. 136. Ватăлса шуралса кайнă. N. Шурă тутăр çуса çакрăм, çил вĕçтерсе ӳкерчĕ; пирĕн атте хĕрĕ çын сăмахпе шуралчĕ. N. Ватăлса шуралнă çын. СТИК. Ашшĕпе амĕшĕ чист ватăлса шуралса карĕç. || Хош-Çырми. Çорăм пуçĕ килет шоралса. Занимается белая заря. || Созреть (о хлебах). N. Тырă шуралнă. Шуралса иртнĕ.
шурат
шорат, белить, сделать белым. Баран. 105. Хире çĕнĕ юр ӳксе шуратсан... N. Аннен кăмаки шур кăмаки, сыпне порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмест. ТХКА 29. Кĕпе таврашне çăвать, кĕпесене лайăх шуратать. Янгильд. Пирсене йор пĕтиччен часрах шоратса хораç, теççĕ. Вута-б. Пирсене тĕртсе пĕтерсессĕн, кĕл çине хурса шуратаççĕ. Кан. Улмуççисене акшар шывĕпе шуратмалла. || Чистить (картофель), лупить (яйца), сдирать кору (с дерева). О сохр здор. 55. Тата çĕрулмине нихçан та хуппине шуратса пĕçерес пулмасть. N. Хулăнтарах шуратап хуппине, срезаю шелуху потолще (у картофеля). Хош-Çырми. Пĕр çарăкне кăларса шоратрăм. Выкопал я одну репу и облупил ее. N. Çав сехетрех çил явашлансан, прийомне чакарас пулать, астумасан — шултра, хуппине шуратса анчах кăларма пуçлать (на ветряной мельнице). Б. Бур. Шурă-шурă çăмарта, чут-чут шуратмасĕр çиеттĕм. N. Çуркунне пулсан, ялсенчи çынсем, хăйсен сачĕсенчи йывăçĕсен хуппине юр айĕнче темĕскер кăшласа шуратнине курсан, час-часах тĕлĕнеççĕ. Пуринчен ытла çамрйк йывăçсене (улмуççисене) кăшласа пăсаççĕ. || Заставлять бледнеть. НР. Çыв сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. В. Тим. Вунĕ пӳрне вĕçне вĕре-вĕре хĕп-хĕрлĕ чĕреме эп шуратрăм. ГФФ. Ялти йăвăр ячĕшĕн хĕрлĕ сăна шоратрăм. Из-за людских пересудов побледнело мое румяное лицо. Хош-Çырми. Нăр пек хĕрлĕ сăнăма шоратрĕ. Заставило побледнеть мое румяное лицо. N. Карта хĕрнчи шор ути, потек çисе шоратрĕ; пирĕн атте хĕрĕне çынсем çисе шоратрĕç. Пазух. 55. Кăчуне самани те, ай, йывăрри шуратать-çке хĕрлĕ те, ай, чĕрене. || Переносно — засеять. Кан. Вара Уйкяс халăхĕ суртланă вăрлăхпа анисене шуратса хăварчĕ. ТХКА. 128. Хура çĕре шуратма вăрлăх валли çакă çул çити-çитми тетпĕр-ха. || N. Шурăмпуç шуралса килни чух хĕр пуçне шуратса каятпăр. || Губить. Ау 178. Йыснаçăмах Якур пур, сар хĕр пуçне шуратать. || Давать подарок. Якейк. Пирĕн ăратни олтă кил, олтă килте отмăл çын, отмăл çынна шоратсан (парне, кĕпе парсассăн), пирĕн çынах полăттăнч.
Шур Атăл
Шор Атăл, Шурă Атăл, река Кама. ГФФ. Шурă Атăл варринче шур сĕтелпе шур чашкă, шур чашкăра шурă пул. В середине реки Камы стоит на белом столе белая чашка, в белой чашке — белая рыба. Чураль-к Шур Атăлăн шуç-çути — катаран курнакан вут çути; ан мухтанăр, матур хĕрсем, сиртен матур тата пур. Собр. Шур Атăл хĕрне пытăр-и, шур аллăрпа ишсе каçрăр-и? || Река Белая.
шур ылтăм
шурă ылттăн, платина. Шибач.
шурă кайăк
шорă кайăк, шор кайăк, заяц. Тимĕрсел. Хура вăрман ăшĕнче шурă кайăк çул тупман. Юрк. Ĕнтĕ шурă кайăк ĕçтĕлте? Анкарти хыçĕнчи çӳçере. Начерт. 205, Золотн. 107. Шорă кайăк, заяц. Разг. С. Мих. 24. Шор кайăк, заяц. || Мартышка — рыболов (птица). Чертаг. || Назв. какой-то белой птицы. Рак. Саланнă чуне, тăвансем, салантăмăр шурти шурă кайăкăн чĕппи пек. Ёрдово. Пĕчик çырма тĕтрелĕх, шор кайăк вĕçни корăнмаç.
шурă курăк
шур курăк, название растения, шалфей. Н. Карм. Шурă курăк — назв. растения. Н. Седяк. Шурă курăк — шалфей. Пизип. Уй варринчи, ай, шур курăк, тăри çурлать, ай, уй тулать, эпĕр килсен, ай, кил тулать.
шурă кут
стриж. Зап. ВНО. Шурă кут = хуртлă кут. Альш. Шурă кут, стриж. Ау 249°. Шурта шурă кутсем çӳреççĕ.
шурă-кăвак
бело-сивий. Баран. 94 . Ун тĕлне (гору) шурă-кăвак пĕлĕт карса илнĕ. N. Шурă-кăвак сăрласа, икĕ тăрлă тăрласа. Ачач. 10. Шурă-кăвак сăвлă йăвăç чиркӳ пур. || Бело-сивая масть лошади. N. Шурă-кăвак лашам пулсассăн, çилкисене ука явасчĕ.
шурăлан
бледнеть. Кан. Çулчĕ çине хура пăнчăсем тухаççĕ. Кайрантарах пăнчăсем шураланаççĕ.
шурăлла
по белому (изба). Эпир çур. çĕршыв. 15. Пирĕн урамра пĕр пӳрт анчах хуралла, ыттисем пурте шурăлла. || Юрк. Чăвашсем хуратул кĕрпине шурăлла çимеççĕ. Вĕсем хуратула малтан шӳтереççĕ, унтан кăмакана вĕри çĕре хываççĕ, унта пĕр-икĕ сутка парланса выртсан, хĕвел çине сарса типĕтсен тин хуратул кĕрпине çуртараççĕ. Кăмакара типĕтсе туни хуратул кĕрпи уйрăм хĕрлĕ пулат. Чĕрĕлле çуртарнийĕн кĕрпи те шурă пулат.
шурăпа хурасем
белое-черное. Срв. хура-шур. || СТИК. Эпĕ каялла таврăннччен шурăпа хурасем нуммай ирткелĕç-ха! Пройдет много лет раньше, чем я вернусь назад.
шурă питлĕ
в перен. знач.— правый. Йӳç. такăнт. 5З Упăшкине тем пек шеллесе, ăна шурă питлĕ тăвасшăн.
шурă пулă
шур пулă, шорă полă, шор полă, назв. рыбы. Сент. Шурă пулă, белуга. Ст. Чек. Шурă пула, судак. Ib. Каçал Шурă Атăл варри, ай, шăнмарĕ, варринче шур пулă, ай, вылярĕ. Антоновка. Шур пулă, белорыбица. Бугульм. Шур пуллине касма пăлат çĕççи кирлĕ ăна. Йоково. Шорă полă. Вомбу-к. Шор полă, белуга. Кр.-Чет. Шор полă — партас Манерлĕ полă. Янмурз. Шор полă — алă пушшĕ пулă.
шурă пӳс
назв. материи, белый миткаль. Альш. Кĕрсен асламăшне калать: асанне, патшанăн пӳрчĕ çине халĕ тата шурă пӳс витнĕ, тет.
шурă çеçке
шор çеçке, цветок вьюна. Имен. Шурă çеçке — йыт пыршинче. Якейк. Тĕмеске çинче шор çеçке. Ib. Саканче е посăра омма хĕлле шор çеçке ярать (прорастает).
шурă çĕлен
назв. змея. С. Тим. Шурта шурă çĕлен шăхăрат.
шурă тинĕс
Белое море. Н. Лебеж. Шурă тинĕс шывĕпеле çăваççĕ, юман кашта çине çакаççĕ, çăка тукмакпала çапаççĕ.
шурă тăрлă курăк
шур тăрăллă курăк, шорă тăрлă курăк, ромашка. Рак. Арăмсем çăмăллансан шурă тăрăллă курăка вĕретсе ĕçеççĕ. Начерт. 205, Золотн. 107. Шорă тăрлă, кашка (трава).
Шурă Хăйăрлă
назв. речки. N. Шурă Хăйăрлă вместе с речкой. „Ĕне Çавалĕ“ образуют реку Малый Цивиль (Кĕçĕн Çавал).
шурă хăва
шур хăва, род ивы, белый тальник. Н. Седяк. Альш. Шурти шурă хăвана кутне кас та шыва чик.
шурă шăши
белая мышь. Чув. пр. о пог. 412. Шурă шăши пулсан, тырă пулмасть. Если есть белые мыши, хлеба не будет.
шурăм-пуç
заря, рассвет. Менча Ч. Шурăм-пуç киле пуçласан вара вĕсем чӳклеме чӳклес тие пуçлаççĕ. Сунчел. Шурăм-пуç килет шуралса, шурă автансем авăтаççĕ ярăнса. || Назв. звезди, Венера. N. Шурăм-пуç хăпарать.
шурăçăм
белый. ЧП. Ай-хай шурăçăм та, шурă хĕрне акнă тулăçăм. Пазух. 43. Ай-хай пĕр турăçăм, пĕр шурăçăм. КС. говорит, что шурăçăм = белый (пшеница).
шуçлă
украшенный бляхами. Копăрля. Шуçлă йĕвен. ЙФН. Хура лаша кăмăлне шуçлă сӳсмен ил, Мику.
шут
шот, счет (число, количество). N. Укçа шучĕ, счет денег. ПТТ. Вăйçăпа çăмарта çĕклекен çăмарта шутне тултармасăр пымаççĕ. N. Хут пĕлекенсен шучĕ, число грамотных. N. Кулленхи шут, текущий счет. Шурăм-п. № 19. Хăшĕ, кĕлте шучĕ кая ан юлтăр тесе, кĕлтисене тултармасăрах çыхаççĕ. Регули 1283. Шочĕпе мĕн чол тохнă, он чол парăп. N. Редакци вара хăй шучĕпе кĕнекесем кăларĕччĕ, тесе çырнă. Якейк. Ати улĕ виççĕччĕ, шот шотлама ларсассăн, шотран ытлашши эп полтăм. Ib. Хĕрсе хĕвел тохнă чох хĕр шотĕнчен кăларатпăр, хĕрсе хĕвел аннă чох арăм шотне кĕртетпĕр. Çĕнтерчĕ. 49. Эпир шутран тухрăмăр. Шорк. Шота кĕнĕ. Вошел в число, считается вместе с другими. Ib. Хĕр шотне кĕнĕ. Сред. Юм. Качччă шотне кĕмесĕрех аллантарчĕç. Туперккулёс 15. Тепĕр тапхăр этем каччă шутне кĕме пуçласан чирлеме тытăнать. N. Хĕрарăмсем, эсĕр те халь этем шутне кĕтĕр. Сред. Юм. Çôратса янă çын та шôтне толтарма. (Пôлмас çын çинчен калаççĕ). Кан. Çакăнта ĕçлеме 16 çынна рапоччи шутне илиĕ. ППТ. Унăн çуртĕнчен нихçан та чир-чĕр тухмас, ĕмĕрне çын шутне кĕреймес, теççĕ. N. Çын шутне кӳртместчĕç. N. За человека не считали, ни во что не ставили. ТХКА 22 . Эх, мухтанчăк, вĕçкĕн таракан; халăх шутне кĕместĕн; чупассипе антратрăн; пуçа каçăртса, уссине тăратса çӳренипе пурнăç пулать-и вара! Кан. 1927. Çын — çын шутĕнче пултăр, выльăха — хăйне вырăн пултăр. Ib. Ялтан Крикорйĕв лашине ватă лаша шутнех кӳртсе çырса янă. Эпир çур. çĕршыв. 16. Çак урам пирĕн урам шутĕнчех: ăна та пирĕн урампа пĕрлех Чăрăш теççĕ. Шорк. Шотран тохнă, вышел из числа, не считается. Ib. Çын шотĕнчен тохнă. Сред. Юм. Шôтран тôхнă. (Говорят о стариках, которые по старости ни на что не способны). Пшкрт. Шотран тохнă çын = иртсе кайнă çын (избалованный). Шорк. Стакканĕ ĕнтĕ стаккан шотĕнчен тохнă. Стакан вышел уже из употребления, не годится для употребления. Ib. Шотран кăларнă. Его выключили из числа..., его не считают за... Ib. Она çын шутĕнчен кăларнă ĕнтĕ. Вишн. Çапла ĕнтĕ, уйрăм çирĕм сăра курки шыв ĕçместпĕр пулсан та, хамăр ăша тĕрлĕ апат çисе, çапах çав шутран кая илместпĕр. Б. Олг. Калля килетпĕр ĕне кĕтӳ пек, шот та çок çĕмĕрĕлнĕ халăх. || Разряд. Кан. 1929. Капла пуян шутĕнчен юлсассăн пĕтетпĕрех уш. || Время, срок. Панклеи. Тепĕр эрнерен ачана киле каяс шут çитет. С. Янгильд. Микихвăрăн салтак шочĕ пĕтрĕ. Микихвăр пĕр хĕç илчĕ те, киле килме тохрĕ. Собр. Вăрман хĕрне пас тытат, тăкăнас шутпа хăй тăкăнат, пирĕн те каяс шут çитет.|| Мысль, желание, цель. Сюгал-Яуши. Ман юлташа темскер шут килсе кĕчĕ те, мана калать... Кан. 1929. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха пĕтерес шутпа тĕрлĕ киревсĕр суя хыпарсем сарчĕç. КС. Çими пĕтнĕ тиччĕç, тырă ыйтма пыман-ши вăл? — Çав шутпала пынă пулмалла та, хăяймарĕ пулмалла. А.-п. й. 32. Сурăх таки, йăвăç тураттинчен вĕçерĕнес шутпа, сулланма тытăнчĕ. N. Шурă кайăкăн çунат çук, çӳле улăхма шучĕ çук, ӳт чĕлхенĕн шăмми çук. N. Килти шутпа — начар, кунти шутпа юрат. По-домашнему — плохо, по-здешнему — хорошо. Кан. Ман шутпа çакна тусан аван. В. Олг. Карав пăрахăç полчĕ вара çав. Авалхи шотпах порăнма полчĕ (по-старому). Слеп. Онăн хăй шочех-ĕçке-ха, каласа та ӳкĕте кĕмест. || Дело. Б. Олг. Шот полчĕ ĕнтĕ перĕн, çораçнă шот полчĕ (дело сделали, сосватали). || Значенне. N. Пĕр шутах пырать. Имеет одинаковое значение. || Завражн. Ялти теçетник шочĕпе çӳретĕр çулталăк хошши. Пусть служит в качестве десятника, пусть служит десятником. Ib. Салтак шочĕпе салтак шаловне (шалуне) илсе порăнтăр. Турх. Ăмăрт-кайăк шучĕпе чавкана чыса хунă, тет. НР. Сатри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать. В саду птичка-иволга, кто сочтет ее за птичку. А.-п. й. 38. Пырасси пырăп та-ха, анчах эс мана мăкариччи шучĕпе кавас ĕçтер, тет тилли. Регули 1284. Япала шочĕпе саплать. || Бгтр. Юрламасăр шут килмест. Ib. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмесг. Ib. Акка курки сар курки, шалт ĕçмесĕр май килмест те саркаланма шут килмест. Ст. Чек. Апла калаçмасан капла çук, юрламасан шучĕ çук. N. Якур пит кулмалла сăмах шучĕ те каламарĕ. || Хора-к. Вонă пăт тырă полсан, пилĕк пат сотса какай ил, çав шотах ларĕ. || Сред. Юм. Ĕçне туниех çôк та çапах кайса шôтне турăмăр. Ib. Ĕçне тăвасса нăмаях туман та, çапах тунă шôчĕ пôлчĕ ĕнтĕ ô. N. Малалла кайнă шочĕ полчĕ. Было что-то вроде наступления. || Шурăм-п. № 22. Шут пĕлмен çынсене хисеплемеççĕ те, çавăнпа халь пурте шут вĕренме тăрăшаççĕ.
шухă
шохă, резвый, бойкий, шаловливый; легкомысленный, ветреный. Изамб. Т. Арçын ача шуххине хĕр ачасем мĕн туччăр. И. Тукт. Вăй пуçласа вăй калап та,— шухăрах тесе ан калăр. N. Юр пуçласа юр юрларăм, шухă тесе ан калăр. Пазух. 19. Аттен-аннен пĕр хĕрĕ, çавăнпа шухă пулнă эпир. Кильд. Пире шухă тиетĕр, пиртен шуххи тата пур. Алешк.-Сапл. Шурă пултăм, шухă пултăм, килеймерĕм атте-анне кăмăлне. Тайба-Б. Хĕр чух шухă çӳресен, кайран йывăр пулмĕ-ши. Орау. Унăн хĕрĕ шухăрах (слишком бойкая). Утăм. Çамрăкла вăхăтăм пулнă шухă, халĕ те алчăрать хăмăр куç. N. Вĕсем хăшĕ пит хăравçă, хăшĕ пит шухă, хăшĕ йăпăлтатакан пулаççĕ. ЧП. Хамăрăн пуçа йăвăр килнĕрен ялта ытла шухă çӳрерĕм, çынна усал сунмарăм. || N. Шухă, шалун. || N. Шухă, воришка, плутишка. || Легкомысленность. N. Ытлашши ĕçсе-çини пире тепĕр майлă тăвать, шухă енне ярать.
шухăш
шохăш, мысль, дума, намеренне, мнение, убеждение. Капк. Ăш вăркать. Пĕр шухăш пуçран тухма пĕлмест. Юрк. Вăл шухăшна эсĕ пăрах, пуху таврашĕ ан пуçтар. В. С. Разум. КЧП. Манăн шухăш килелле те, вăрманалла та, унталла та, кунталла та. Ал. цв. 17. Хĕре ашшĕ патне çыру çырма, хăй çинчен хыпар яма шухăш кĕрет. НИП. Кĕçĕр темĕскер шухăшсемпе ăйхă вĕçрĕ, çĕрĕпех канăçлă çывăраймарăм. N. Унталла-кунталла пăхкаласассăн, нумай шухăш кĕрет. N. Шухăша вылятса тăрас пулмасть. N. Унта мĕн каласа çырнă, çавна чипер шухăша унталла-кунталла ямасăр итлесе тăрас пулать. ГФФ. Порнтăм-порнтăм порнăçне, кĕрсе карăм шохăша. Жил я, жил и нажил себе (тяжелую) думу. Хош-Çырми. Вуникĕ те чĕкеç — пĕр кашта, йорласа йоррисем пĕтмерĕç; тăванпала тăван тĕл полсан, калаçса сăмахсем пĕтмерĕç: шохăшĕсем чĕре çомĕнче, сăмахĕсем чĕлхе вĕçĕнче. Двенадцать ласточек, сидевших на одном шесте, пели нескончаемые песни; когда встретились двое родных, у них пошли нескончаемые разговоры: их думы в сердце, а их речи на языке. Пазух. 74. Ĕлĕк вылянисем, ай, кулнисем халĕ тăрса юлчĕç шухăша. ГФФ. Пирĕн ĕмĕр иртсе кать (= каять) шохăшпа хойăх хошшипе. Весь век ваш проходит в думах и заботах. (Иэ старивной песни). Ашшĕ-амăшне. Пăртак тăр-ха, Кĕркури пичче, хĕрӳсем урăх шухăш тытĕçĕ (передумают), вĕсенĕн те чĕрисем чулах мар-тăр-ĕçке. БАБ. Çавăн çинчен шухăша килсе кĕрсенех (когда я об этом вздумала), манăн та тепле юмăçа вĕренессĕм килчĕ, терĕ, тет. Сборн. по мед. 77. Ахаль пулсан, вăл шыв ăшĕнче çавăн пек япаласем пур тесе нихăçан та шухăша та кĕрес çук. N. Çӳресен-çӳресен, темĕскер шухăша килчĕ курăнать. Лашм. Çамрăк пуççу ватта, ай, юлсассăн, юрă сĕви кать (= каять) шухăша. Юрк. Паллă, малтан эпĕ ялан хам çырăва хирĕç санран хыпар кĕтсе тăрсаттăм; кĕтсе-кĕтсе те илмесен, темĕн пысăкĕш шухăша юлтăм. ЧП. Вăрăм шухăш, йăвăр хуйхă. N. Ман шухăшпа, по-моему мнению. || Желание. N. Вăсен шухăшне тăваймăн. Их желаний выполнить нельзя. N. Унăн шухăшĕсем çитмен. Янтик. Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине (хочется домой). Завражн. Манăн халь сăра (ерех) шохăш мар. || Решение. Собр. Ларсан-ларсан, пурте пĕр шухăш шухăшласа илетпĕр (принимаем общее решение). N. Вăл ун çинчен куççулĕпе йĕрсе ыйтнă пулин те, ашшĕ шухăшне çавăрайман. || Забота. Ст. Шаймурз. Хамăр пуçа шухăш ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. || В. Ив. Ăна таçтан шухăш кĕнĕ (образумился).
шӳлкеме
нагрудное украшение женщин. Питушк., Сĕт-к., Мыслец. Зап. ВНО. Шӳлкеме, женское украшение, на особой коже пришиты монеты, а с краев „хурт пуççи“. Якейк. Шӳлкеме (пĕр хутлă). Сред. Юм. Шӳлкеме, хĕрарăмсем ôмма çакакан тенкĕллĕ сăран. N. „Шӳлкеме состоит из кожи, на которую пришиты серебряные монеты (большею частью 5-копеечные, очень редко, у богатых, 10-копеечные), а с нижней стороны и с краев „хурт-пуççи“. Чертаг. Шӳлкеме — у девушек лишь в один ярус, а у женщин — в два яруса, представляет кожаный четыреугольник, подкладка холщевая, на коже нашиты серебряные гривенники и пятачки. Нижний край „шӳлкеме“ обшит „хурт-пуççи“, остальные же края — мелким бисером в три ряда: внутренний ряд — красный, потом – белый и наконец-черный. Мелким же бисером в один ряд обшит и нижний край. ЩС. Шӳлкеме тăват кĕтеслĕ. Мăйран çакса яраççĕ. А.-п. й. 60. Лайăх юрлама ман шурă шупăрпа çутă шӳлкемем çук çав.
шăв
вода. См. шыв, шу. Шумш. Шăвĕ-качки старахра? — Мăкăр ĕçсе янă, тит. Регули 55. Шăва кĕмелли çĕре кайăпăр. Ib. 742. Шăва кайса вилчĕ. Якейк. Тĕлĕнмелле, ачасем шăва пит час каяç (легко тонут). || В переносном знач. Якейк. Эп хам вырăна çын хăвармасан, киличчен вырăн шăва каять (другой займет мое место). || Пот. Бгтр. Хура лутра хĕрĕшĕн хура шăва ӳкрĕмĕр.
шăл
мести, подмегать. Хурамал. Алăкăрсен умне шăлса тытăр панулмисем кустарса выляма. Почаще метите у себя на дворе, чтобы катать яблоки. Лашм. Шур пӳртĕр умне шăлса тытар панулми кустарса выляма. ЧП. Шурă пӳртсем умне шăлса хурăр. Б. Олг. Кил хошшия шăппăрпала шăлса тасатас. N. Кунĕпех урай шăлтăм (мел весь день). Урмай. Карчăкĕ пĕре урай шăлса пынă чух пĕр пăрçа пĕрчĕк тупрĕ, тет. Сем. соч. Вăл ачасен (так!) тула тухса кайсанах, тешурни шăпăр илсе урайне шăлса каять. N. Качака: урампа тапăп, мăйракампа сĕкĕп, хӳремпе шăлăп, тесе калать, тет. N. Шăлсан шăлса ямалла мар, çĕклесен çĕклесе пăрахмалла мар, вăхăт çитсен хăех каять. (Мĕлке). Хош-Сырми. И посрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме, и шăлчĕç те пăрахрĕç çӳп çине. Поставили стул и посадили меня, сбрили они мне волосы, вымели и выбросили их на сорную кучу. Б. Олг. Тавай çак арпая йĕтем çинчен шăлса пăрахăпăр. Сред. Юм. Кô ыраш тăпраллăрах пôлин те, пĕрлех шăлса яр, кайĕ-ха ертел çинче хотăшса. А.-п. й. 55. Анкартинчи сар кĕлетри ырçаран мана шăлса пуçтарчĕç. N. Шăлса кăлар (в печке выметать). НТЧ. Вутти пулсан кăмакине шăлса кăларать те, хай пашалусене, юсмансене пĕçерме кăмакана хывать. || Мыть, чистить. В. Олг. Эп ампар ом шăлас тетĕп вĕри шупа. N. Ялта халăха пуян куштансем хăйсен аллинче тытнă, тĕрлĕ çук законсем хăратса пурăнна; уясра вĕсене улпутсем шăлнă. || В переносном смысле. Орау. Аванах шалтăм! Хорошо поел (чего-нибудь лакомого). Сред. Юм. Ĕнер эпир пôшара карăмăр та, пĕр ôрама çиле май шăлайса тôхса кайрĕ вит. ЧС. Вирĕм тумарĕç те, выльăхсене мур шăлса кайрĕ. || Вытирать, стереть, обтирать, утираться. Пухтел. Тенкел çине шăл, сотри со стула. N. Шăлса ил, обтереть. N. Пылчăкĕсене шăлса илме тарай тутри пулмарĕ. Альш. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр те сакăр хаклă тухйипе сак çи пусса шăлтăмăр. ТХКА З0. Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат çисен, апат умĕн аллуна çусан, эпĕ сана хăвна панă алшăллипе пите-куçа шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, тет ман карчăкăм. О сохр. здор. Пурте пĕр алшăллипех шăлаççĕ. Собр. Пĕр алшăллипе иккĕн шăлсан: вăрçать, теççĕ. СЧУШ. Иккĕн пĕр алшăллипе шăлсан, иккĕшĕ часах вăрçă кăлараççĕ. Юрк. Хăй çав вăхăтрах арăмĕнчен чăвашла калаçса чышкисене шăлма тасарах алă-шăлли илет. КС. Туттăрĕпе мана питрен шăлса илчĕ. Она провела мне по лицу платком. || Замазывать. О сохр. здор. Пӳрт чӳречисене, алăксене йăлт шăлса питерес пулать. Баран. 158. Çурт-йĕр таврашне вĕсем çинçе пĕренерен туса, тăм шăлаççĕ, тулашĕпе шалашне пурпа шуратаççĕ. N. Тампа шăл, мазать глиною. N. Кăмакана питĕрсе тăнпа шăлсах хучĕ (во время „çип хутни“). КС. Кăмака шăл, обмазывать глиною. Ib. Кăмака шăлмалла-ха пирĕн, ытла кăмака тĕпĕсем катăлса пĕтрĕç. Ст. Чек. Кăмака питне шăл. || Заметать (о снеге). N. Çула шăлса кайнă. Дорогу замело (занесло снегом). N. Çула юр шăлса кайнă. Баран. 41. Такăр çула юр шăлса кайнă; çуран çӳрекен сукмака лаках шăлса тултарнă. СТИК. Тăман çула чист шăлса лартрĕ (замело дорогу). Орау. Çула шăлса лартнă кĕçĕр (передуло). Сятра. Çол орлă шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Подл. Шигали. Аслă çулсем çине юрсем шăлнă (замело снегом). Сред. Юм. Хĕллехи çола тăман шăлать. Зимою дорогу буран заметает. N. Çула йăлт шăлса тухнă, лаша чĕркуççи таран путса пырать. Баран. 86. Кунта ăлавсене шăлса кайни те пайтах пулкалать. Кн. для чт. 10. Пĕчченех ларать çав ял, унти çынсен пӳрчĕсене тăман шăлса кайнă. РЖС. З. Çав çĕрхине хулари çуртсене тăманпа шăлса кайна, урамсене юр вĕçтерсе тултарнă. Ст. Чек. Йĕтеме юр шăлса кайнă (замело). N. Юр шăлса лартать. N. Кӳлле йор шăлса лартнă. N. Кун усал, юр çăвать те шăла-шăла лартать. Нюш-к. Малтанхи юр çĕр çумĕнчен шăлса çусассăн, выльăх хĕнерсĕр (начар) пулать. || Гладить (напр., по голове), приглаживать. ГФФ. Куç умĕнче атте çук, пулсан та пуçран шăлас çук. Нет у меня здесь родимого батюшки, а если бы он и был, то не погладил бы меня по головушке. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуптуса илчĕ. Ал. цв. 4. Вăл хăйĕн юратнă хĕрне чуп-туса, ачашласа, пуçĕнчен шăлса калать. Юрк. Куçăмран пăхрĕ, пуçăмран шăлчĕ; пуçăмран шăлчĕ, пуçма çавăрчĕ. С. Айб. Салтак патша ывăлне пуçĕнчен шăла пуçларĕ. НТЧ. Хăй пĕр курка шыв ăсса илет те, хур пуçĕ тăрăх шăла-шăла (гладя) ярать. ТХКА 121. Яка пуçлă усламăç мăн сухалне аллипе шăлса илет якатса. Собр. Пăттине çисе пĕтерсен, хырăм тăрăх шăлтăмăр, çаплах куçĕ выçă пулчĕ пирĕн. || В переносном смысле. Сам. 70. Шăлнĕсене вăл шăлать, вырма йăпатса.
шалăн
быть подметену. Ачач 12. Урайĕ шăлăнман. || Утираться, обтираться. N. Çав алшăллипех ун хыççăн урăххисем шăлăнсассăн... Альш. Вăл алшăллипе шăлăнмастăп. Хĕн-хур. Пурте çав пĕр алшăллипе кăна шăлăнса пурăннă. Сборн. по мед. Траххом пăсăк куçлă çывран таса куçлă çынна пĕр алшăллипе шăлăнса пурăнсан ерет. К.-Кушки. Иккĕн пĕр алшăлипе шăлăнма юрамас. Хура-мал. Сирĕн куç-харшийĕрсем йĕпкĕн-хура, халь шăлăнĕ эпир кайсассăн. Ст. Чек. Кăмака питне шăлсан, вилнĕ çыннăн куçĕ шăлăнат, тет. || Льстить. БАБ. Атте хайхи юмăçа шăлăнса каларĕ: „Çынна ырă сунатăн пулсан, пире те тархасшăн тасатса хăварсам (избавь от порчи)“. Шихаз. Пирĕн ăна илтсен, хайскерсене шăлăна пуçларĕç. N. Çыруне пит шăлăнса çырнă хăй (льстиво). Кан. Çĕрне пирĕн çие хăвар, — пырса шăлăнчĕ çыруçи. Çĕнтерчĕ 13. Йăвашшăн, шăлăнса. || Тереться. N. Кушак пуçĕпе ман ал çумне пырса шăлăнать. Кошка трется головою об мою руку. Орау. Пăх-халĕ ĕнтĕ, кушак пек шăлăнса çӳрет, тем пур ман çумра. N. Эсĕ ăна кирлĕ пултăн, вăл сан çумăнта шăлăнса çӳрет.
шăл
зуб. Изамб. Т. Ачанăн шăлĕ шăтсан, ăна малтан куракан çынна: эсĕ ку ачана кĕпе тăхăнтартмалла ĕнтĕ, теççĕ. N. Шăл шăтни, зубопрорезание. N. Шăл тухнă вăхăтра кастарма юрамасть (оспу). N. Вăй çитменнине шăлпа, теççĕ. Альш. Эпĕ хам шăннă, шăлсем хире-хирĕç шак-шак тăваççĕ. Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн хăранипе шăл çине шăлĕ тивмест. Артюшк. Ман пур шăлсам та ыратса ирттерчĕç. Янтик. Сан шăл ыратать-им? (Спрашивают тогда, когда спрашивающий сомневается в болезни, или думает, что у него вовсе не болит). Ib. Сан шăлу сурат-им? (Спрашивают тогда, когда более или менее определяют болезнь человека). Орау. Шăл ыратакан çынсем пыркаларĕç-и? В. Олг. Си шу ĕçсен шăла тиет (ломит зубы, скоро проходит, если после горячего выпить холодной воды). Шурăм-п. Сахăр ан хышла, шăлусем пĕтеççĕ. Букв. 1900. Эй, пăхма анчах илемлĕ-ĕçке! Çи-халь ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать, тет, хăй нимĕн тăвайман енне. Якейк. Шăл ларттар, вставлять зубы. Çĕнтерчĕ 6. Манăн шăлĕсем те çукрах та, эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Сан шăлсем пиçĕ-ха, эс çак хыт татăка та çимелле. N. Ман икĕ енче икĕ шăл катăлса ӳкрĕç çори таран. N. Катăк шăл. N. Эпĕ хама хам сыхланаймарăм, лаша шăла тутипе персе хуçрĕ. Якейк. Шăл коч тапранчĕ. Зуб расшатался. Н. Лебеж. Хура вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕ тăрри сарă мăйрă, çав сар мăйăра катакан шăлĕ тĕпĕ пушанĕ. Яндобы. Пăт чĕреспе кĕлете кӳртрĕм, ерипе, чӳрече çинче шӳтертĕм, ерипе, увăç тупанпе типĕтрĕм, ерипе, шăл тупанпе хăйăрларăм, ерипе, йĕкĕрлчепе авăртрăм, ерипе. Альш. Ман шăла хурт çиет, шăл сурат. А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл: кусене халех çисе яратăп, тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. Ib. 52. Ну халь сана çисе яратăпах, тет шăлĕсене качăртаттарса (кашкăр). N. Микулай çине куштансем час-часах шăлĕсене хăйраса тăнă, час-часах кулнă. N. Хресченсемпе улпутсем пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса тенĕ пек тăраççĕ. СТИК. Вăл такçантанпах шăлне хăйраса тăрат та-ха (ждет получить лакомый кусок в виде награды или милости), те пулĕ темĕн. Кан. Çынсем ĕçнĕ чух тата шăла йĕрсе ларас-и? А.-п. й. 88. Шăлне йĕрсе, ахăрса кулса сĕлтрĕ Сахара. N. Шăлна çырт та чăт. N. Ним тума та çок, тӳсес полать, шăла çыртас полать. Сред. Юм. Шăлна çырт, молчи, прикуси язык. Кама 10. Паян темшĕн шăлна çыртнă эсĕ? Сред. Юм. Шăлпа çыртса тортас патне çитрĕм (очень рассердился). СТИК. Шăлне çыртса ларат. Сердится, но удерживается вылить злобу. ГФФ. Шăл хошшинчех усраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. Ст. Чек. Шăл хушшине хума çăккăр çук. (Говорят о бедности). Вишн. 67. Шăл хушшисене тата шăрпăкпа е йĕппе чакаласан та пăсăлать. Сунчел. Пĕчĕкçĕ чӳне эпĕ пĕчĕкçĕччĕ, шăл хушшинчи мăйăр тĕшĕччĕ. Альш. Çакă тăвансемпе ĕçсе-çини халĕ шăл хушшинче пур пекех. Изамб. Т. Вăл сана час-часах шăл хушшине хĕстерет (шăл хушшине хурат). Микушк. Тăшман шăлĕ хушши сайраран (зубы врагов не коснулись нас). N. Çав шуйттанăн çивĕчĕ шăлĕ айне кĕрсе ӳкес марччĕ. N. Тĕп пултăр – шăлĕ-масарĕ. (Скажет, кто не жалеет зубов). Синьял. Эпĕ питĕ лайăх ӳсрĕм вонçичĕ çула çитиччен, вунçич çула çитсессĕн, çын шăл айне хĕсĕнтĕм. Ядр. Пире апи çуратнă, чул хушшинче çуратнă. Шăхан ту хĕрĕнче ӳстернĕ, çавăнпа эпир çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тухаймастпăр. Сĕт-к. Ял варĕнче çитĕнтĕм, çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тохимарăм. Шорк. Çинĕ чухне шăл айне темĕскер лекрĕ (на зуб что-то попало). Кан. Аран шăл витĕр калаçать. Юрк. Эрех ĕçекеннисем, пĕр чĕнмесĕр, йăл-йăл-йăл шăл витĕр кулса анчах тăраççĕ. Баран. 23. Куç курать те, шăл витмест. Хоть видит око, да зуб неймет. Чураль-к. Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмест. Ст. Чек. Аçтăркан мăйăрĕ çиме тутлă, катма тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. Ай-ай, савнă тусăм, хура тусăм, илме тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. П. Федотов. Ватă карчăкăн мĕне шăл витмест? Ст. Чек. Шăлне çиет. (Говорят о том, кто во сне скрежещет зубами). Полтава 96. Шăл çĕмĕрсе ылхану (скрежет), ăнран кайса калаçу, халăх сасси кăшкăрни, туп янтраса çĕмĕрлни, тупăртатса чуптарни, лаша хуйса кĕçенни – пур енчен те илтĕнет. || Зубец, зазубрина. || Зубья (у пилы, берды, бороны, гребня, чесалки). Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. || Пальцы шестерни (на мельнице). Сюндук. Изамб. Т. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. || Спицы (у телеги). || Копылья (у саней). Изамб. Т. Çуна тупанĕсем çине шăлсем лартаççĕ. Пазух. З6. Çунаçăм, çунаçăм, ай, сакăр шăл, сакăлтана каймин, ай, юрĕччĕ. || В переносном знач.— зерно. Трхбл. Пĕр шăл тырă та çук. Нет ни зерна хлеба. Ст. Чек. Куштансем мукаçей кĕлетне пĕр шăл тырă хывмарĕç (не дали ни зерна хлеба в общественный магазин). Т. VI. 30. Тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар, пуç çумне пуç хуш, шăл çумне шăл хуш. (Из моленья). || Комочек (соли). Якейк. Пĕр шăл тăвар, кусочек каменной соли. Сорм.-Вар. Сыпрăм-пăхрăм шӳрпине, виç шăл тăвар кирлĕ мĕн. N. Вĕсем час-часах пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр шăл тăварсăр ларнă. || Штука, единица. Т. VI. Пĕсмĕлле пĕр турă, така пĕр шăл пулсан та, кĕлте çыххи пушă пулсан та, çĕрĕк пăяв пĕр шăл пулсан та, сысна пĕр шăл пулсан та, эсĕ ан пăрах, хаярлă куран кайнă пулсан та, çын çиллисемпе пулнă пулсан та... (Из моленья). || См. тура-шăл.
шăл вĕрри
наговор от зубной боли. Чуратч. Ц. Тинĕс варĕнчи ылтăн юпа çинче йăлкăшса выртакан шĕл-кăвара хăçан та хăçан хура куçлă хурт пырса сăхать, çавăн чух тин шăла хурт çи. (Из наговора „Шăл вĕрри“).
шăлавар
шаровары. Орау. Хальхи ачасем шурă йĕм, кăвак йĕм-мĕн тăхăнса çӳресшĕн мар, шăлавар илес те шăлавар илес, тесе аптратаççĕ.
шăлан
шиповник. Rosa canina L. Анненков. N. Шăлан, шуплина, шуплица. Т.-И.-Шем., Вомбу-к. Шăлан = йĕплĕ хулă. Сĕт-к. Шăлан, дерево с розами и шипами. N. Шăлан, терновник, дикая роза. Альш. Шăлан ӳсет тата вăрманта. Шел. 153. Шăлан чечекĕ. || Ягоды шиповника. Трхбл. Альш. Килне тавăрăннă чухне çул çинче шăлан, палан çисе таврăнат, тет. || Болотный хвощ. Йоково. Янтик. Шăлан – вăрманта ӳсекен курăк, хумăш евĕрлĕскер, хытă пулать, варри пушă, урайсем çума татаççĕ, сĕтелсем шăлаççĕ. К.-Кушки. Шăлан, вроде камыша, растет в болотистых местах, употребляется вместо судомойки для вытирания столов. Пшкрт. Шăлан – корăк, нумай сыпăллă, в болотах. Череп. Шăлан кăчăр тăват (им моют лавки). Сред. Юм. Шăлан – вăрманта ӳсекен хытă курăк. Ун сыпăкĕсем хура пулаççĕ.
шăлтăртат
стучать, грохотать, греметь, бренчать. Янтик. Б. Вуник шăллă урапа шăлтăртатса пырат-çке. Кан. Укçа шăлтăрма шăлтăртатать. Чăв.-к. Кĕмĕлех те хушпу, ылтăн сăрка, шăлтăртатат аппан пуçĕнче. Ib. Аллăрсенче мерчен алă çыххи, чӳрече витĕр ан тăсăр, шăлтăртатĕ мерчен алă çыххи. Ст. Шаймурз. Хурама та пĕкĕ йĕс ункă, шăлтăртатат матур кӳлнĕрен. || Шелестить. Ст. Чек. Курăк çилпе шăлтăртатат (шелестит). N. Вăрманти вĕрене çулçисем темĕн чухлĕ шăлтăртатсан та хут пулмĕç. Толст. 5. Суккăрри калать: шурă тĕс апла вăл хут пекех алăра шăлтăртатать-н-мĕн? Слепой спросил: А что, белый цвет так же шуршит под руками, как бумага“? || ЧП. Шăлтăртат (хăйă). || N. Вăл хапха çил-хĕвелпе шăлтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе йăлтăртатать.
шăмат-кун
суббота. Ст. Чек. Шăмат-кун кăнтăрла иртсен ака кăларма тиркенĕ. N. Шăмат-кон — хорт çинĕ кон акас мар-ха, тăхтас, тенĕ. N. Шăмат-кун сывă мар çынна хура кĕпе тăхăнтарсан, çын вилет, теççĕ. N. Шăмат-кун сырнă çăпатапа выльăх картине кĕрсен, выльăх хунамасть, теççĕ. Трень-к. Чăкăртан киле тавăрăнма инче пирки эпĕ киле шăмат-кунсенче анчах тавăрăнаттăм.
шăмă
кость. Оп. ис. ч. II. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пӳрт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвараймарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою — в том, что не выстроила летом дома из костей. N. Хуп-хуп карта, хуп карта; хуп картара шăмă карта; шăмă картара çӳрен ут. (Чĕлхе). Бюрг. Чĕрĕ шăмă шăнăçат. (Послов.). Букв. 1900. Пырăра шăмă ан лартăр. Ib. Пĕр йытă шăмă хыпнă, тет те, каçма тăрăх каçать, тет (несла собака кость через мост). А.-п. й. 44. Хăй çавăнтах ăна кышласа пĕтернĕ шăмă татăкне ывăтса парать. N. Халь ман ӳт-тир çук, пĕр шăмă анчах. Шурăм-п. Пуклак карчăк вăл вăхăтра çип çине шăмă çыхса юмăç пăхма тытăннă. СТИК. Ахтар, паян сивĕ-çке, чис шăмма витерет (пробирает насквозь). Ск. пред. чув. 19. Вĕсен шăмăсăр чĕлхисем темĕн-те-пĕр пуплеççĕ. Альш. Тинкерсе-ăмсанса пăхакана курсан: куçна хăрăк шăмă, тесе тăрать вăл хăй ăшĕнче. Собр. Йăвăç турттарать, шăмă ватса ярать, йĕпе Мартин тирпейлесе ярать. (Яшка çини). N. Йыттăн çăварне шăмă кĕрсен, калла тухмасть, теççĕ. Кама 44. Сăптарса ярăп акă питĕ лайăх кăна, тĕнчене кам пăснине курăн вара çавăн чухне. Тух кунтан шăммуна ислетиччен! ГФФ. Ĕнсе шăмми ленчешки кăмака омĕнче тăрийман, хонямĕшне йорийман. Та, у которой слаба затылочная кость, не могла стоять у печки, не могла угодить свекрови. Кан. Янах шăмми те тыттарать. Букв. 1900. Ӳт чĕлхенĕн шăмми çук, чăн сăмахăн суйи çук. Н. Лебеж. Эпир пĕчĕккĕ чух айванччĕ, шыври шурă пуллăн шăммиччĕ. Регули 1273. Шăмми япалипе çиса янă. N. Шăмми çинче ӳчĕ пулман. На костях уже не было мяса. || Сред. Юм. Инен ыран-паян пăрулас чохне хыçалти шăмми уйăрлать, çавна: шăмми талнă, ине пăрулать теççĕ. || Ст. Шаймурз. Шурă хур шăмми хута хуратат. || Трхбл. Кăмака çинче асанне шăмми выртат. (Вут сыппи). || В знач. родства. СПВВ. Пĕр шăмăран пулнă. || Твердые стебли сена. Кив-Ял.
шăнт
понуд. ф. от гл. шăн; холодить, заморозить, замораживать, студить. Ермошкино. Каç енне шăнтрĕ. К вечеру подморозило. Ib. Шăнтнă. Подморозило. (Так скажет человек, который, например, вышел на двор и видит, что земля замерзла). В. С. Разум. КЧП. Шăнтнă хыççăн юр çусассăн, лайăхчĕ. Орау. Çĕрĕк сивĕрехчĕ, шăнтма хăтланчĕ. Сятра. Паян каçпа шăнтса лартса. Нынче вечером заморозило. Изамб. Т. Паян пит хытă шăнтрĕ, подморозило. N. Каçпа çомăр çувать те, ирпе шăнтса лартать. Регули 565. Шăнтма поçлать, сивĕтме поçлать, вĕремĕ килет. КВИ. Шăнтать ĕнтĕ кунсерен, çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне. N. Унччен шăнтса тăратчĕ. До того времени стояли морозы. Г. А. Отрыв. Кунĕпе йĕпе тăман çунă, каçпа шăнтса пăрахнă, ни лашасам шăвармалли çук, сивĕ пулнă. N. Вĕсем пире шăнтаççĕ. Они нас морозят (сейчас). N. Вĕсем пире шăнтса усраççĕ. Они нас держат в холоде, морозят (всегда). N. Ачасене ан шăнт, не студи. Ала 91. Ачи кĕçех урине шăнтса яман. N. Шăнтать вăл, в них в перчатках) зябнут руки. Баран. 77. Вăл çăмăл, мамăклă çеп-çемçе. Хĕрĕх крат сивĕ чух та шăнтмасть, çиле анчах чараймасть. О сохр. здор. Эппин тумтире йĕпенсен никçан та тăхăнса çӳреме юрамасть, ун ăшĕнчи шыв пире ăшăтма мар, шăнтса анчах çӳрет. Орау. Сивĕ сĕт çирăм та, пĕтĕмпе шăнтса ячĕ (озяб от холодного молока). КС. Сив чир çынна шăнтса чĕтретет. Ib. Пĕре шăнтса пăрахать, тепре ăшăрхатать (во время болезни). N. Леш шывра пулла шăнтса хурат, ниçтан та тухма пулман. N. Çапла мăнтарланса çитсен хура пусаççĕ, ăшчиксене кăлараççĕ, тĕкне-мамăкне татаççĕ те шăнтаççĕ. НИП. Яшка çуне шӳрпе çинчен пуçтарса илеççĕ те тула кăларса шăнтаççĕ. || В переносн. значении. КС. 50 тенкĕ шăнтрĕ. Ib. Çав çынтан вăл укçа илчĕ те, кайран шăнтрĕ (отрекся).
шăн
мороз. N. Шăн = сивĕ. ТХКА 72. Çуркунне пĕр ирхине шăн çинчен эпĕ вăрмана шĕшкĕ кăчки сăтăрма карăм. Орау. Пĕренесене ыран шăн çинчен куçарса пăрахăпăр (перевезем по морозцу, т. е, утром). Яргульк. Çын кĕркунне тин шăн çинчен тулă кĕлтине тияма пынă. Якейк. Шăн çинче (по мерзлой земле) выльăхсам уçăлса çӳреççĕ Орау. Шăн ирĕличчен (пока не расстаял утренний ледок, пока не развезло) кайса килес. Шурăм-п. Ирпе хĕвел тухать, Ирхи шăн ирĕлмен-ха. Çутт. 42. Шăн ирĕлсе йĕтем пăсăлаччен авăна çапса пăрахас тесе, васкаса ĕçлетпĕр. Толст. Шăнпа çурăлакан пĕренесем шартлатни. Шорк. Шăн тытăннă. Подморозило (на улице). Имен. Пĕр эрне шăнтмарĕ, халĕ ĕнтĕ шăна карĕ. Целую неделю не морозило, а теперь уже начало морозить. ЧП. Сăсарпала тилле йĕрле-йĕрле шурă парсуй урине шăн касрĕ. N. Алла шăн касрĕ, обрезал замерзшим снегом, льдом. || Мерзлый. Çутт. 42. Шăн йĕтем çинче тăпачă сасси аякка каять. Шорк. Шăн пилеш. (Ягоды рябины собярают на зиму и хранят в холодном месте). Их едят в замороженном виде, (которые освежающе действуют на угоревших). Ib. Шăн олма. (Собирают яблоки диких яблонь и хранят так же, как и ягоды рябины, в холодном месте). Чураль-к. Çичĕ çул выртрăм пĕр варта шăн йывăç кăшласа. О сохр. здор. Çуркунне те, çĕр шăн чухне, çавнашкалах çара уран тухас пулмасть. N. Çĕр шăн тăрать. Полтава 25. Ку кам каять юланпа капла шăн çĕр вăхăтра? Сам. 19. Пĕр çĕвĕсĕр шăн пĕлĕт çанталăка тăвăрлать. Кĕвĕсем. Аттепелен анне килĕнче шăн çурта пек (сальная свеча) пӳме ӳстертĕм. || В переносн. значении. Сред. Юм. Шăн пуç, глупый, то же, что шĕмă пуç.
шăнкăртат
звенеть. Сред. Юм. Хушпури тенкĕсем ташланă чухне шăнкăртатаççĕ (звук монет). Сĕт-к. Шăнкăр-шăнкăр шелешин шăнкăртатни килĕшет. N. Эп кушелкене, шăтăк мар тесе, тытрăм та, шăтăкĕнчен окçасем шăнкăртатрĕç — тохса ӳкрĕç. Звук монет при падении на пол. N. Пĕр тухьяри тенкĕ пек шăнкăртатса çӳрерĕмĕр. КС. Шăнкрав шăнкăртатать (звенит) Б. Олг. Пĕкке шанкра çаксан, шăнкăртатса каят. КВИ. Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав шăнкăртатать çулпала: хĕр туй килет çĕмĕрсе урам тăрăх ялпала. || Петь (о скворце). Н.-Якушк. Пӳрт пуçĕнчи шăнкăрча ирхине тухса пăхсассăн, шăнкăртатса ларатчĕ. || Журчать (о ручье). ГФФ. Шăнкăртатса шыв юхать. Журча течет (студеная) вода. КС. Шыв шăнкăртатса юхать (более или менее звонко). Хош-çырми. Хамăр çĕртен-шывран тохнă чох шăнкăртатса йохать солхăн шыв. При выходе на нашего родного места с журчаньем течет студеная вода. Альш. Хура вăрман хыçне юр çунă, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Алешк. Анкарти хыçĕнче çерем çинче шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Ст. Шаймурз. Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче шăнкăртатса выртат юр шывĕ. || Говорить (о ребенке). N. Кунĕпе шăнкăртатса çӳрет.
шăнкрав
колокольчик. См. шăнкăрав. Н. Яха-к. Синьял. Йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çаврăнать. ГФФ. Мăшăр шăнкрав кам çакать? Кто вешает пару колокольчиков? Ib. Мăшăр та шăнкрав çакас мар... Не надо вешать пары колокольчиков... Коракыш. Хура пĕкĕ кăмăлне йĕкĕр шăнкрав çакрăмăр. Пазух. Хура пĕкĕ кăмăлне пĕр пар шăнкрав çакрăмăр. М. Сунч. Ун чухне юмăçсене турра йăлăннă пĕк йăлăнатчĕç, вĕсене юмăç пăхма тесе шăнкравпа илсе çӳретчĕç. Ст. Чек. Ан янăраттар шăнкрава, хăлхана çурат.
шăпăл-шапăл
подр. неравномерному бултыханию. Якейк. Шапасем шăпăл-шапăл шыва сикрĕç. || Подр. шумному маханию крыльями. Дик. леб 37. Акăшсем Елисаран инçех те мар вĕçсе аннă та, шап-шурă пысăк çуначĕсемпе шăпăл-шапăл! тутарса илнĕ. || N. Шăпăл-шапăл калаçат. СТИК. Алапаш ывăл-хĕрĕ тата питĕ шăпăл-шапăл, теççĕ. || Подр. шуму. СТИК. Паян пирĕн килте тем шăпăл-шапăл туса илчĕç-ха (подрались).
шăпăр
пузырь (музыкальный инструмент, род волынки). КВИ. Шăпăр сасси чарăнсан, туй юррийĕ пуçланать. Ib. Шăпăр сасси чăйлатать. N. Ярăнтарса явăнса шăпăр кĕвви ташлатать. N. Анчах шăпăр хăлăхсăр: татах ташлама сĕнет. ТХКА 87. Шăпăр, сăрнай, купăс, параппан — пурте пур. N. Мĕлĕшри Алтан Ваçли кӳме тăрне ларнă, шăпăрне ахăртса пырать. N. Шăпăр кĕвви, туй çемми чуна çĕклетсе ярать, аскăн шăпăр этемми пĕтĕм чунне кăларать. N. Сиксе анчĕ сак çинчен хăй çавăнтах çĕр çиве, тытса арăм халхинчен вĕрчĕ шăпăр какрине. N. Хура арăм хăрамасть, таш картине вăл кĕрет; шăпăр халĕ аптрамасть, çич шуйтан пек ĕрĕхет. НИП. Икĕ туй пĕр пӳрте килсе кĕрсен, туй пуçĕсем, тавлашма тытăнса, шăпăрĕсене çĕре пăрахса, шăпăрĕсем çапăçса пĕр шартлатса çурăлса, пĕтĕм урайне юн сарăлнă. Цив. Тупăкĕ çине ларса сăрнай е шăпăр каланă. Тим-к. Çав ача вара: шăпăр вĕренес, тесе каларĕ, тет. Сред. Юм. Орпа ôлăмĕнчен çôрса туса пĕчик ачасĕм çôхăртса çӳреççĕ, çавна та пирĕн шăпăр теççĕ.
шăпăрç
шăпăрçă, музыкант, играющий на пузыре. Изванк. Унтан вара çырмана кайса пĕр юпах тиха пусрĕç. Тиха çине çĕçĕ хунă чух шăпăрç шăпăр каларĕ (на поминках). КВИ. Хура пӳртре шăпăрçă ларать шăпăр тӳрлетсе. Шăпăр сасси илтĕнмест, шăпăрçи те курăнмасть. Ib. Маттур шăпăрçă паян икĕ пуса каччипе тытса килчĕ вăрмантан Сетнерпеле Нарспие. N. Кӳршĕ ял ăсти, ун варлă тусĕ — шăпăрçă Кĕлпук „Ĕрçерум кĕвви“ каларĕ шăтăка антарнă чух. Ib. Шăпăрçă Кĕлпук, темскершĕн, сухалне çыртса вара виççĕ çаврăнчĕ пĕр шеппĕн вил тăпри йĕри-тавра.
шăрăх
жаркий, душный, жарко, душно. N. Шăрăх кун пулмалла. N. Шăрăх çанталăкра, в жаркую погоду. Юрк. Кун пек шăрăх кун, кун пек тăрă шыва йăтса килнĕ чухне, ĕçлемесĕр епле тӳсетĕр. Якейк. Ай-ай шăрăх! Ай, как жарко! N. Янкар уяр кунсем, калама çук шăрăх! Кан. Халь çулла — шăрăх. Утас килмест. || Жара, зной, духота. N. Ӳчĕ шăрăхпа хуп-хура хуралса кайнă. Пролей-Каша. Шăрăхпа аптăраса вилнĕ. Умер от солнечного удара. || Жар. N. Шăрăх = вĕри.
шăрçа
бусы, бисер, ожерелье. НР. Олăхри корăк, ай, ока пек, ирхи сывлăм шăрçа пек. Луговые травы как позументы, утренняя роса как бисер. И. Тукт. Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. А.-п. й. 60. Пукане шупăрне те, мăйи-шӳлкемине те, шарçине те тилле хывса парать. N. Пирĕн тантăшсем (сверстники) шăрçапа, пирĕн варли çок, шăрçа çок. Шемшер. Çĕр-çырли шăрçа пек, пирĕн акка майра пек. Ядр. Улăх ути, ай, ука пек, çĕрти çырла, ай, шăрçа пек. N. Çĕрçи çырли шăрçа пек, пирĕн акка майра пек. Буин. Инке кĕчĕ, ай, юрларĕ, шăрçа пек кăмака чĕтрерĕ. N. Шăрçа пек тар юхать çулаканăн ӳт тăрăх. N. Лапăллă çĕртре çăра курăк, ирхи сывлăм шăрçа пек ларать. N. Пичĕ-куçĕнчен юн тăкăнса пырать, куçĕсем шăрçа пек — виттĕр курнаççĕ. Рак. Хĕрсем выраççĕ сарă сĕлĕ, сурачĕсене шăрçа пек хываççĕ (симметрично). СТИК. Шăрçа пек çырнă. Написано очень красиво, симметрично. Ала 99. Вилсен чонне шăрçа виттĕр кăлараççĕ, тит, çав, çампа салтса илтĕм. Ib. Вилнĕ çынна шăрçа парса ямаççĕ, парса ярсан та çĕмĕрсе парса яраççĕ. Т. Григорьева. Шăтăклă шăрçа çĕрте выртмас, теççĕ. Ходар. Çамрăк пăрусем чирлесен, вăлсен мăйĕсене пилеш шăрçасем çака-çака яраççĕ. ЧП. Сирĕн пӳртĕр шурă-мĕн, унăн кăмакисем шăрçа-мĕн. Янтик. Сирĕн кăмакăрсем шăрçа-мĕн (çутă сăнлă кăмака), кирлĕ марччĕ вĕсене сăрлама. Бюрг. Сирĕн кăмакăрсем шăрçа тĕви. ЧП. Шăрçа кăмакисем кисренчĕç. Байг. Сар кайăк, сар кайăк, ман йăмăка кортăн-и? — Корнăччĕ: шăрçа тавар пăхатчĕ. || Счеты (прибор), шарики счетов. N. Шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума, унтан тĕрлĕ кĕлĕсене чăвашла та, вырăсла та вулама-юрлама вĕрентнĕ.
шăрçа шучĕ
счеты (прибор). Арзад. 1908, 55. Шăрçа шучĕ çинче 10, 20, 40... хурса тух. Эпир çур çĕршив. 5. Тата вăл енчех пурпа çырмалли хура хăма тата шутлама вĕренмелли шăрçа шучĕ лараççĕ. КС. Эп шăрçа шучĕпе шутларăм. Ib. Эп шăрçа шучĕ çинче шутларăм.
шăрчăк
особый род мотушки ниток, крестообразное наматывание ниток на веретенно при пряже. В. Олг. Толст. Çав пар карнă хашака шăрчăк теççĕ. Петрунка. Шăрчăк çиппи — хура çип, шăрчăклама час пулмас. Хурамал. Вăрăм çипе пӳрнесемпе шăрчăк турăм (чăркарăм). Н. Седяк. Шăрчăк — алă çине çип чăркани. СТИК. Вăл шăрчăк хывса авăрлат. Она прядет, наматывая отдельно на веретено в нескольких местах. Сред. Юм. Кĕнчеле арланă чохне йĕке çине пăртак арлаççĕ те, тепĕр хут ал çине шăрчăк хорса, ал çинчен еке çине хытарса çăмхалаççĕ. Питушк. Шăрчăк — йĕке çине çăмхалани. Ib. Шăрчăк сӳтмелле тавлашаççĕ. Хăшĕ кая юлаканне пуçран шаклатать; „каска айне пултăн!“ тесе. Городище. Шăрчăк акă мĕн вăл. Йĕкене авăрласа тултарсан, тата нумайрах çип кӳртес тесе, урăх йĕкепе пĕчĕкçен авăрласа тултараççĕ. Сăмахран, Альтя виç шăрчăк авăрланă, теççĕ. Чăв. к. Шарчăк — пĕр татăк кустарса хунă çип е ука. Ст. Чек. Шăрчăк ука шăрчăклă пулат. Чăв. к. Саккаслатса çӳçме кастартăм, çинчен шăрчăк ука кустартăм. СПВВ. Урам урлă каçнă чух ылттăн ука шăрчăкĕ эпĕ тупрăм. Тайба-Т. Тăри тăрса вĕçрĕ куртăр а, утăрсе утланса чупрăр-а; çакă ял хĕр-сăри килчĕ — куртăр-а, ĕçĕрсе пăрахса чупрăр-а, шăрчăкăрсе татса ырăр-а. Ст. Чек. Кĕрӳ ларакансем шăрчăк татнă, кăчухне кĕр çĕкленĕ, теççĕ.
шăрчăкла
свертывать в особый моток (нитки). В. Олг. Янасал (Алик. р.). Йĕтĕн çиппи хура çип, шăрчăклама час пулмасть. СК. Çип шăрчăкла (наматывать на пальцы). Сред. Юм. Йĕке çинчен пӳрне çине çип куçарассине шăрчăклас теççĕ; çиппине пӳрне çине куçарнине шăрчăк теççĕ. N. Васкаса арланă чох сĕвеме йĕке çине хытă çăмхалаççĕ, чылай арласан екери çипе пӳрнесем çине шăрчăклаççĕ (наматывают), вара йĕке çине сыралаççĕ, т. е. наматывают, но более плотнее, чем первый раз.
шăршă
то же, что шăрш, запах, вонь. N. Чечексен шăрши, запах цветов. КВИ. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. Ачач. 57. Тимуш тула тухрĕ. Уйăх курăнмасть. Çăлтăр куçĕсем анчах çап-çутă йăлтăртатаççĕ. Ăшă çур шăрши çаплах сăмсана перет. Баран. 89. Çил çав енчен çаврăнчĕ, сăмсана тĕтĕм шăрши килсе кĕчĕ. Череп. Ĕнек шăрши кĕре пуçларĕ. Запахло горелым. К.-Кушки. Ку супăнăн шăрши веç пĕтнĕ. Это мыло потеряло весь аромат. Янтик. Ма пит нумай ĕçнĕ-ха эс: пĕтĕм эрех шăрши çурать санран. СТИК. Ай-ай санран тапак шăрши çапат сывлама çук. Утар. Сăра шăршипе пуçĕ çавăрăна пуçланă (от опьянения). N. Çу шăрши тухрĕ. Выçăхакансем. 8. Çăкăр шăршипе çăвара шыв килчĕ, аптăранипе сĕлекене чăмласа ларатăп. Ст. Яха-к. Çăварни кун ирех пĕр-пĕр ял виттĕр тухса каяс пулсассăн, пĕтĕмпех кашни пӳртрен икерч шăрши кĕрет. N. Пĕр-пĕр çĕнĕ савăта малтан мĕн япала шăрши çапать, аван шăршăлли-и, усал шăршăлли-и, çав шăршă кайран та час тухса пĕтмест. Ст. Чек. Эп ним шăрши те туяймастăп. Я не чувствую никакого запаха. Ib. Шăршă туяймастăп (плохое обоняние). N. Тата савăт питĕ нумай, çав савăтсенчен питĕ шăршă сарăлса тăрать. ГТТ. Вилес çыннăн виçĕ кун малтан шăршă килет, тет. О сохр. здор. Тумтире тасатах тăмасан, вăл хураласса та хуралать, тата нумайччен тăрсан тумтиртен шăршă кĕрекен пулать. Изамб. Т. Унăн шурă чечекĕсенчен пит тутлă шăршă килет. Орау. Тата пур йăвăçсем те çăвăлçă кăларса аван шăршă сарса тăраççĕ. || В переносном значенни. Орау. Анчах çирĕм тенкĕллĕх тыр сутса килтĕм, пĕр эрне хушшинче укçан шăрши те юлмарĕ. Хурамал. Лешсен вара шăрши те пулман (слуху и духу не было). || Обоняние. Пшкрт.
шăт
произрастать, всходить, прорастать, появляться. N. Вăрлăх шăтни, прорастание семян. Букв. 1900. Мĕн акнă, çавă шăтать. ЧП. Эпир каяс çул çинче пăрăнайса шăтнă пĕр тулă. Ib. Эпир каяс-килес çул çине шăтайса тухнă пĕр тулă. А.-п. й. 81. Иван пĕрре хире кайса пăхать те, пăрçа лайăх шăтнине кура, килне çав тери хавасланса таврăнать. О сохр. здор. 55. Çуркунне шăта пуçланă çĕрулмине нихăçан та çиме кирлĕ мар. Скотолеч. 28. Шăтса кайнă улма. Проросший картофель. Альш. Путпулсем кунта начар: час шăтать карттахви. Аттик. Унтан кайран чечексем шăтса тухаççĕ. Хош-Çырми. Кăçалхи напор поласса пĕлнĕ полсан, аçа та кикен полас-мĕн, çеçен хир варрине шăтас-мĕн, хорçă çавапала касăлас-мĕн. Кабы я знал, что в этом году будет набор, так лучше стать бы мне чемерицей без семян, вырости бы в чистом поле, скоситься стальною косою (Солд. п.). ГФФ. Кăвак тай (= та ай) çеçке шăтса ӳснĕ те полсассăн... Кабы я взошел и вырос синим цветком... Альш. Сĕве кукăрĕнчен инçех мар, вăрмана кастарнă та ĕлĕкрех халĕ чăтлăх çăкалăх, ăвăслăх шăтса ӳснĕ. N. Сирĕн урамăрсем кукăр-макăр, кукрисерен шăтнă сар çăка. Сунч. Пилĕк палан пĕр тĕмĕрен, палан шăтать, тăван шăтмасть. Собр. Шăл ӳксенех йытта памалла, кайран хытă шăл шăтат, тет. Якейк. Кĕтӳ хирĕç тохрăм та, мăклă тына тĕл полтăм, мыри шăтмин пырĕччĕ, мыри шăтас сасси пор. N. Çапла шăтса тухнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. || Лопнуть. N. Шурă шурă çăмарта, шăтмĕ, шăтмĕ терĕçĕ, шăтрĕ-çке шăтасса. Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр. Юрк. Пире курайман тăшмансенĕн алли-ури типсе хăринччĕ, икĕ куçĕ шăтса тухинччĕ. Альш. Эй, шăтнă куç! || Прорваться, продырявиться. Карамыш. Ала шăтнă. Рогожка решета (полотно сита) прорвалась. А.-п. й. 39. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тăррине хăпарса ларчĕ те, шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шаккасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. || N. Лопăр полнă ачи пĕртак тăхтасан, пырса ыйтатчĕ: „Ойăх шăтса-и?“ — тетчĕ.— Шăтса, — теттĕмĕрччĕ. || Открыться (о тайне), проговориться. Разг. С. Мих. 39. Çын ĕçĕ йăвăрри пĕре-пĕре шăтать — шăтатех. П. Яндоуши. Пĕри пирĕн туйла авланнă, уна нумайччен пĕлмен, вара такăш пĕри шăтнă та (сăмах вĕçерĕннĕ те), кăларса ячĕç. || Доносить. Орау. Кайса шăтнă, е урăхла: шĕрса кăтартнă (передал тайно о событии). Ст. Чек. Ку çын ĕнтĕ матруса (леснику) шăтнă пулĕ, ав матрус килет. || Промахнуться (в игре в камешки — шакла). Шорник. Пĕррере шăтрĕ. Ib. Лапра шăтрĕ.
шăтăкла
изрыть (землю). N. Пĕр çохрăм хошши сысна çĕтнĕ пек шăтăкласа пĕтерчĕ топăпала. || Истыкать. Ст. Чек. Пашалăва шăтăкламашкăн, истыкать (хăпарса каясран). || Делать узоры, вышивку „шăтăкла“. Альш. Карса выртакан шăналăксем пур, тата шурă. Шăналăксене те пуянсем шăтăкласа тăваççĕ пĕтĕмпе, шăтăклисене шăтăклама шур хĕлĕхрен çинче çип кирлĕ. Бугульм. Ман шур кĕпе пиллĕк-улттă, шăтăкланă аркăли пĕрехçех.
шурă шăтăкла
назв. белого сквозного узора.Нюш-к. Образцы З8. Шурă шăтăклана шăтăклама шур хĕлĕхрен те çинçе çип кирлĕ (в Трхбл. шурă хĕлĕхрен çинçе çип кирлĕ).
шăчăр
подр. стуку сухих и твердых мелких камешков, по которым идут. || Орау. Теттĕмре урайĕнче темскер ура айне пулч, шăчăр турĕ, те хура тараккан?..
шăши юсĕ
ласка (зверек). Образцы 24. Вăл укçана парсассăн, шăши юсĕ сыхлатăр. N. Хурăн тăрринчи хура курака шăши юсĕ ăна сивĕтрĕ.
шĕвĕ
жидкий. Ст. Чек. Турăх ытла шĕвĕ (жидок). СТИК. Шĕвĕ йĕкерчĕ (блины обыкновенные). Чув. календ. 1910. Пăрува мĕн чухлĕ аван, çемçе, шĕвĕ çимĕç (сĕт, çăвăхпа юрни) паратăн, çавăн чухлех унăн хырăмĕ те пĕчĕккĕ пулать. || Редкий. N. Кăçал ыраш шĕвĕрех, çурпилĕкре виçĕ урапа пулат, теççĕ. Юрк. Шĕвĕ кăна пĕчĕкçĕ хура сухаллă. || Резкий (о ветре). Хора-к. Çурхи çил — сивĕ çил, сивĕ çил те шĕвĕ çил, шĕвĕ çил те шерепет мар, çтан кĕрет, çавăнтан чĕптет. || Плохой, скудный. Земледелец. Пурăнăç та пит шĕвĕ (плохая, скудная). || Ст. Чек. Шĕвĕ хулă, тонкий, свежий и упругий прут. Юрк. Аслă улăхри шĕвĕ хулли хуларн сутие патакĕ, çамрăк салтака вĕрентме, ашшĕ-амăшне мантарма.
шĕл
сплошной. Б. Крышки. Кăмакара шĕл кăвар. В печи только жар. Ib. Ун тухйи шĕл тенкĕ. У ней „тухья“ исключительно из серебрянных монет. В других местах шĕл = çара, çара кăвар, çара тенкĕ. Слакбаш. Шĕл кăвар, пылающие угли. N. Шĕл кăвар, горящие уголья. Сред. Юм. Вăт çôнса пĕтсе, кăварĕ çиç хĕмленсе выртсан: шĕл кăвар выртать, теççĕ. Чуратч. Ц. Шĕл кăвар, жар. Якейк. Шĕл кăвар, раскаленные угли. Ib. Шĕл кăварпа сăмавар час вĕрет. Альш. Кăмакана халех хупма юрамас-ха, шĕл кăвар выртат (один жар). С. Устье. Çак пирĕн йытта пĕр чашкăпа шĕл кăвар парăр. Чураль-к. Шĕл кăвар çунса выртать, тимĕр сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă.
шĕлепке
шляпа. Н. Карм. Шĕлепке çунатти (хĕрри), поля шляпы. N. Пĕр шĕлепке айĕнче тăватă пичче лараççĕ. (Сĕтел). N. Хура шĕлепке яклашка хĕрсем тавра çаврăнат-çке. ЧП. Шĕлепке çаптар. Собр. Тухрăм та карăм çулпала, хуп-хура çĕлен тĕл пултăм, тытрăм та сĕврĕм, шĕлепке кантри явтартăм. N. Кукăр-макăр çӳреме шĕлепке çыххи мар эпир.
Шĕнер киремечĕ
назв. керемети. В. Михайлов. Шĕнер киремечĕ çĕнĕ çĕре кайни çинчен çакăн пек халлап çӳрет. Шопашкар уесĕнче Апаш ятлă ял пур. Çав ялтан çур Çĕрелле тухсан, уй пур. Вăл уя Шĕнер уйĕ теççĕ. Çак уйăн хĕрринче юхса выртакан çырма пур. Вăл çырма Шĕнер ятлă. Шĕнер леш енче вăрман пур. Вăрманĕ „Шĕнерпоç-саккас“ ятлă. Вăрман хушшинче типĕ çырма пур. Типĕ çырман лаппинче хырсем лараççĕ. Хырсем патĕнче пысăк чулсем выртаççĕ. Çав чулсене киремет пӳрчĕн никĕсĕ пулнă теççĕ. Апашра пĕр Микка ятлă ватă старик пурччĕ. Вăл старик хăватлă вĕрӳçĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх е ача-пăча чирлесен, ун патне суртма каятчĕç. Вăл ирхине апат çияччен сурса панă шыва ĕçтерсен, выльăх-чĕрлĕх чăнах та сывалатчĕ. 1860 çулсенче ака уйăхинче çак Микка Шĕнер уйне тырă акма кайнă. Вăл чылай çĕрлерехех уя тухнă. Уйра нимĕн сасă-чӳ те пулман. Тырă акма ытла тĕттĕмрен, çак Микка лашине тăварса утă панă та, хăй урапа патне ларнă. Вăл урапа аяккинче ларнă чух, темĕн çутти курăна пуçланă. Мĕн-ши ку? тесе, вăл сиксе тăнă та, Шĕнерпоç-саккас енелле çавăрăнса пăхнă. Çав Саккас çырминче ĕлĕкренех киремет пулнă. Вăл киремет таврари киреметсенчен чăн асли пулнă. Вăл киремете чăвашсем Шĕнер киремечĕ теççĕ. Ăна турă ывăлĕ тесе хисепленĕ. Микка çав киремет енелле тинкерсе пăхса тăнă. Малтан киремет пурăннă хыр кутĕнчен уйăх çавраки пек çутă çичĕ хут йăлтлатса тухрĕ, тет. Унтан пĕтĕм вăрман çуна пуçларĕ, тет. Вăрмантан хура тумтирлĕ çынсем тухрĕç, тет. Кӳммелĕ урапасем курăна пуçларĕç, тет. Ураписем, туртисем, пĕккисем ылттăнтан тунă, тет. Кашни кӳммине ултшар урхамах кӳлнĕ, тет. Урхамахĕсем йăпкăн-хура, тет. Çыннисем тем çинчен хытă сасăпа кăшкăрашса калаçаççĕ, тет. Киремечĕ пӳртĕнчен чаплă улпут пек тухрĕ, тет. Ун патне икĕ çын пĕр кӳммелĕ урапа çавăртса пычĕç, тет. Хай шавлакан çынсем, киремете курсан, шăп пулчĕç, тет те, хыпаланса урапасем çине ларма пуçларĕç, тет. Вара киремечĕ: „Каяпăр ку çĕртен!“ тесе хыта сасăпа каларĕ, тет. Çĕр чĕтресе кайрĕ, тет. Пĕтĕм вăрмана шотăртаттарса çĕмĕрсе, вут-хĕм каларса мал енелле тухса кайрĕç, тет. Киреметĕн пĕр тарçи урапа çине ларма ĕлкĕреймесĕр çавăнтах тăрса юлчĕ, тет. Паянхи кунчченех çав Шĕнер киремечĕ пурăннă вырăнта унăн тарçи хуралçă пек анчах пурăнать, теççĕ ваттисем.
шĕрĕлчен
глиста. См. шĕвĕрĕлчен. Шумерля, Чертаг., Якейк. Хурамал. Шĕрĕлчен тесе выльăх ăшĕнчи хурта калаççĕ. || Чертаг. Шĕрĕлчен – крупный муравей (хура).
шпакат курăк
то же что хыт хура, „тысячелистник“. Башк.
шпел
назв. птицы. Нюш-к. Шпĕл çунатне ачасене пыра пулсан çунтарса шывпа ĕçтереççĕ. Шпĕл çуначĕ çинче тĕкĕ тăрăх лап-лап шурă пур.
навусла
навозить. О земл. Унччен ăна, навуслас тесен, навус тăкаççĕ. Шел. П. 58. Ял çывăхĕнчен лайăх навусланă (тирĕс тăкнă) анасене, хура-пусă пулсан та, ахаль вырттармаççĕ.
напраснăран
понапрасну. АПП. † Çинçе пӳçĕм, хура куççăм, напраснăран кăларчĕç хаяр ят.
ним
то же, что нимĕн, ничто, ничего. Якейк. Ним тума та ним те çок. Ib. Нимне пĕлми ĕçлет. Работает из всех сил. Ерк. 115. Çинçе çинче паллашни нимрен паха ĕмринче. N. Сахăрнăй песок пĕтсен, çырласемпе ĕçкелерĕмĕр те, ниме пымас. СТИК. Ачисем тем пек хавасланса çитеççĕ; часрах нимне пăхмасăр вăрмана çырлана чупаççĕ. ЧП. Нимрен шурă хырăн варрисем. N. Нимне те, никоим образом. N. Ним пĕлми пулас, обморок. Сам. 27. Маншăн эс савăк ачаллăх сăпки, иккĕмĕш анне пек нимрен çывăххи! N. Çăмăр витĕрех лашисене кӳлсе, çынсем килелле нимне пĕлмесĕр лашисене çаптарса çĕмĕрсе тавăрнаççĕ. Сред. Юм. Паян яшкана воçех пĕçере пĕлмен, ним тути те çôк яшкан: ни тути çôк, ни вĕри мар. Ib. Эс ним те пĕлместĕн. — Çапла эп пĕлместĕп, эс пĕлен те, епле çӳрен. (Говорит с иронией, сарказмом). N. Вăрă пуçне кăларсанах çивĕчĕ пуртăпа ним мар касса татрĕ, тет (ача). Ала. 95. Ним хусканмасăр шăп пер эрне çăвăрнă. Ib. 25. Çавă кулĕре вара хайхи улпут Ивансене хăваларĕ-хăваларĕ, ним туса та тытаймарĕ, тет. Б. Чураш. Юлташпа эпир пăхса тăратпăр, ним тума та пĕлместпĕр. N. Çын вĕлерни вĕсемшĕн ним пек те мар. Регули. 983. Ним поплеме те аптрарăм (поплеме те пĕлмерĕм). Ib. 984. Ним ĕçлеме те каламарĕ; ĕçлеме ним те каламарĕ. Ib. 985. Он туни (он поплени) ним те мар. Ib. Нимшĕн те çиленместĕп. Кан. 40–50 пăтпа тухуринчен ним те мар хăпарса каяççĕ (лошади). М. Васильев. Ĕлĕк ним мар полнă мĕн. N. Хаçат-япала та ним хисепсĕр, теççĕ. Чет пути. Хăй пит аван çынччĕ, ачисем нимне юрахсăр пулчĕç. Н. Сунар. Нимрен нумай мĕн пур? (Çăлтăр пĕлĕт çинче). Шептак. Халĕ пирн килĕшпех лайăх порнатпăр, ним сомах-йомах та çок. СТИК. Ним юрăхĕ те çук. Ни к чему не годен. Орау. Ним курăнасса пĕлмест (очень бойкий). Сёт-к. Яппони вăрçинче пирĕн ялти Ваçок Емеленĕ ним сас-чусăр çохалчĕ. Имен. Иван нимне пĕлмесĕр уху (хăй) шырама тохса карĕ. Истор. Ним çиме те пулман. Орау. Ах ачасем, кăнтăрла çитсе килет, эпĕр ним чул та выраймарăмăр, атьăр-ха, васкарах вырар. Çĕнтерчĕ. 49. Ним мар çынсемех шутлă çынсем пулса тăчĕç. Б. Аккоз. Ним çисе тăранса пурăнма çук. Нечем жить. Эльбарус. Çавăн пек вĕрсен кайран пĕр каçхĕне ним манерсĕр йăнăшкаласа кантăк патне, е алкомне, е орама чопса тохса вĕретчĕ, тет. N. Ним пĕлмесĕрех укçана юратакан пулать. || Совсем не... N. Ним хăрамасăрах. || То же, что нимĕнле. АПП. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм ним ытарса тухса пулмарĕ. N. † Ай-хай тăванĕсем чунĕсем, ним ытарса уйăрлма пулмарĕ.
ни
(н'и), частица соответствующая русск. ни. М. Васильев № З, 32. Мĕн сăлтавпа кĕтĕн эс, мĕскер полчĕ-ха онта? Ни çын килни илтĕнмес, ни куçармаç ман çорта. Чăв. й. пур. Халĕ ĕнтĕ çĕнĕ çĕрте ни çурт тăвайман, ни укçи пĕтнĕ. Ib. Иван вара ни салтака каяйман, укçине ахалех пĕтернĕ. N. Кунта пирĕн ни кунĕ кунĕ, ни çĕрĕ çĕрĕ? N. Вĕсем ни çурăлаймаççĕ, çурăлнисем те тăкăнса пĕтеççĕ. Яргуньк. Тилĕ тус калат, тет: кунта пирĕн пата ни хут килмест, тесе каларĕ, тет. Пазух. Ни юртти çук, чуппи çук. Прахăр хварăр çырмана. Чуратч. Ц. Ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар. Орл. II, 249. Ни ати мар, ни апи мар, пуççапмасăр кĕримăп. (Авăн вăчахĕ). Чураль-к. † Çакă яла килтĕм те, ни сар хĕр çук, сар хĕр çук, хура хĕр куçран каймарĕ. ЧС. Иккĕш те, усĕрĕскерсем, ни чарăна пĕлмерĕç, тет, ни туха пĕлмерĕç, тет, тӳрех шыва шатăртаттарса кĕрсе кайрĕç, тет. N. Ĕнер хытă ĕçнĕ те, паян ни этем, ни этем мар çӳрен («ходишь сам не свой»).
нумай
, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.
нухрат тĕрри
назв. узора. К.-Кушки. Нухрат тĕрри е чапруш. Кумми унăн: 4 пĕрчĕ хĕрлĕ, унтан З — шурă, кĕсен хушшинче 2 пĕрчĕ хĕрлĕ; ураççи çаплах.
нăймалă
слизистый. Календ. 1907. Чĕчĕ ачисене чысра усрамасан, çăварĕсенче шурă нăймалă япала пулат.
пайăн
частями, долямн. N. Туй пуçĕ хура (гуся) пайăн пайăн ваклат: е пилĕк пая, е çичĕ пая, е тăхăр пая (на нечетные числа). КС. Малтан пайăн пайăн туса хурар, унтан валеçĕпĕр.
пайăр
собственный. Букв. 1904. Епле санăн? Аташмастăн-и вара эсĕ? Ку манăн пайăр хам лаша. КС. Пайăр хамăн, собственный. СПВВ. ПВ. Пайăр — собственность. Ib. Пайăр лашана тытса карĕç. Отняли собственную лошадь. || Действительно, доподлинно. КС. Япали пайăр хăйĕнех мар пулĕ çав: илсе кай эппин, тесех тĕмĕччĕ те. N. Вĕренмен, пĕлсе çитмен çынсем ăна, ытти çырусене те пăтратнă пек, пайăр хăйсем пĕтес çине пăтратаççĕ. N. Ку япала пайăр çавсенче. Коракыш. Катаран курăп — пайăр хура (отчет-ливая чернота), патĕнчен курăп — пĕр хура (другая чернота), хулă тесе, хуçимăп, курăк тесе, татимăп. (Тĕтĕре). Орау. Кам вăрланине эпĕ пайăрах (доподлинно) пĕлсе тăратăп. Чертаг. Пайăр пĕрччĕ. Именно было, действительно было. || Определенно. Орау. Вунвиççĕмĕшĕн ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Не называют определенно название 13-го месяца. Сам. 19. Йĕри-тавра пăхап та, ним те пайăр курăнмасть.
пайăрки-пайăркипе
пучками. N. Урапи çине пайăрки-пайăркипе чечексем пăрахаççĕ. Юрк. Çӳлте пайăрки-пайăркипе шап-шурă пĕлĕт тăнни аван çанталăка пĕлтерет. Сред. Юм. Сӳсе лайăххине пайăрки-пайăркипе суйласа хутăм-ха.
пайрака
(паjрага), пучок (волос и т. д.). Тюрл., КС. || Локоны. Полтава. Шултра кăтра пайрака йĕри-тавра ун сăнне, хура пĕлт пек хуралса, илем кӳрсе эрешлет. || Лучи света. Çутт. 69. Чӳречисенчен çутă пайракисем тулалла сирпĕнеççĕ. Шихаз. Хĕвел чăн пирвайхи пайракисемпе лăпкăн çутатса.
пайталă
, пайталлă, полезный. Изамб. Т. Кăçал ыраш пайталă (уродилась). См. Магн. М. 121. || Выгодно. N. Çапла хура халăх çĕр илме хыпаланни çĕр сутакана анчах пайталă.
палă
то же, что паллă, знак. N. Эсĕ ху ырă яту çине пăсăк палă хунă. Чхĕйп. Акă ĕнтĕ чăваш халăхĕ епле тĕттĕм пурăннине ним çине хурса танаштарса виçе пĕлме çук. Шухăшласан — шухăшласан, ак çакăнтан пĕлме пулат: шăтса тухакан вăрлăхран пали лайăх курнат, е тырăран шутласан е ытти тĕрлĕ курăк вăрлăхĕнчен палă пур, е тĕрлĕрен йăвăçран шутласан пĕлме пулат. || Никит. Шур йăтти вур тунă, хура йăттине пал килнĕ. || Знамение. Собр. Пĕлĕт çинче палă пулсан, вăрçă пулат, теççĕ. || Ясно, показательно. В. Олг. Первей пыхсанах палă (сразу видно).
палăр
(палы̆р), значиться, быть заметным; обозначать, выделять. Тюрл. Ун шуррипе мен тăвас, таçтан çĕвви палăрать. Ск. и пред. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать; тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнчĕ. Çутт. 42. Ирхине шурăм-пуç палăрнă-палăрман авăн çапма тухрăмăр. Байгул. † Пахчи, пахчи пан улми, палăрмасăр ӳснĕ вăл. N. Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç. N. Тинĕс çинче палăрми тĕтре тăнă. N. Иван хура пӳрт кăмаки çинче хап-хура пулнă кĕпи те паларман. Сред. Юм. Палăрми вырать = пит вырать.
панар
фонарь. Ст. Чек. Изамб. Т. Эпир панар çуттипе картана кайрăмăр. Юрк. † Шăвăç панарта çурта çунат-çке шурă пӳртĕн илемĕшĕн.
пап
окиска вм. пит? Яргуньк. Иртсе пынă чух (она) хупах патĕнче пĕр хура пап (хӳхĕм) селĕм ăйăр кăкарăнса тапăртатса тăрать, тет.
пар
пара. N. Ун йĕри-тавра вуник пар курка. Пазух. Хура пĕкĕ кăмăлне пер пар шăнкрав çакрăмăр. Юрк. Пар лаша. Яргуньк. Хупаха кӳртсен, хай шутник хупахра икĕ шкальккă ереке, икĕ пар чей илчĕ, тет. N. Пĕр витине кĕнĕ те, пĕр пар çӳрен лаша курнă, тепĕрне кĕнĕ, тепĕр пар кăвак лаша курнă. Якейк. Пар (две) сыснана пасара сотас ярас чыкана. Ib. Хам парпа килтĕм. Пришел пешком. ЧП. Кӳлсен кӳл лашăна парĕпе (парой). Янтик. † Кӳлтĕм тарантас, кӳлтĕм пар ут, çилхисене тураса. Изамб. Т. Миçе пар лекнине шутласан, пурте пĕр çынна, ул вара кустарат. Ib. Унта вара харкам хăй шаккине паллă тăрах пара (мăшăра) килекеннисене пĕрле хурат. БАБ. Те чăн, те суя, мунчара усалсем мунча чулне: кунăн парри пур, кунăн парри çук, тесе сăваççĕ, тет. Темĕскере пĕлтерет анчах, пелместĕп. (Çĕнĕ çул каç, гаданье). Ст. Шаймурз. † Кӳлсен кӳл лашăна паррипе, пар лашана пушă кирлĕ мар.
парлан
париться. Юрк. Хуранта вăл тĕлтен пит аван, яшка таврашĕ парланса анчах ĕлкĕрет. N. Çăмарта парланса пиçет. Н. Карм. Парланса выртат = нӳрелсе выртать. СТИК. Анти, парлантăр хытăрах. N. † Икĕех те кулкка (кóлок, лесок) та, ай, юнашар; пилеш-палан пиçет те, ай, парланса. Чăв.-к. Атăл леш аккине акрăм сĕлĕсем, сĕллисем те пулчеç парланса. ЧП. Лутра юман хыçĕнче çырла пиçет парланса. Ib. Шурă Атăлтан тытнă шурă пулă выртат лавккара парланса. Каша. † Шур Атăлтан тытнă шур пулă вырттăр пасар варринче парланса. N. † Палан аври хыçĕнче палан выртат парланса. Ст. Ганьк. † Самарпа Чĕмпĕр хушшинче пăлан пăруш выртать парланса. Ппс. Куянĕ чĕплĕ (= çуралă), выртать парланса.
пар
дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.
паранкă улми
ягоды на картофеле. Череп., Янтик. ||СПВВ. ТА. Паранкă улми = хура çырла.
парат
аппарат. См. хура-така.
парахут
парахот, пароход. N. † Шурă Атăлтан парахут килет. Вишн. 70. Парахотсем çӳрекен пысăк шывсенче парохотсем, кимĕсем çннчен шыва тӳрех «тула тухаççĕ». Ала 19°. Анаталла çав шыв юхса каять, парахот çӳремелле юхса каять, тет.
Парашкăн
фамильное прозвище в К.-Кушки. † Парашкăнăн хура лаши чĕн хăмăта юратат.
парăл
искаж. вм. палăр? С. Айб. † Лапка, лапка юр çăвать, хура çĕре шуратать, унта сăсар йĕрри парăлать.
парка
(парга), ядреный, полный, здоровый. КС. Кăçал хăярсам пит парка шăтаççĕ. Шурăм-п. Кăçал ăвăс кăчки парка. В. Ив. Вăрлăхра çимĕç мĕн чухлĕ нумайрах, тырă çавăн чухлĕ паркарах ӳсет. Чув. пр. о пог. 61. Çĕнĕ уйăх парка пулсан, уйăхĕпех çăмăр пулать (хĕлле ăшă юр пулать). Если молодой месяц полный, весь месяц будет дождь (зимой будет снег). IЬ. 443. Хăмла çырли малтанхи парка пулсан, малтан акнă ыраш лайăх пулать. Если раньше поспевшая малина крупна, то раньше посеянная рожь будет хороша. ЧП. Хура-ах вăрман хуххине суйласа татрăмăр паркине (= шултăрине. КС.) Альш. † Хура вăрман хуххине суйларăмăр паркине. N. Урасем пит парка = урасем пит хулăн. Сред. Юм. Ôн ачи пит парка ӳсет-ха (растет плечистым, здоровым). КС. Уммасем кăçал парка ӳсеççĕ. Хурамал. Пирĕн тырă пит парка шăтнă (тĕм-тĕм шăтна, ушкăн-ушкăн шăтнă, лайăх пулнă). Ст. Чек. Парка ӳсет (уçăм), растет тучно, отлично. СПВВ. ИФ. Ку кĕпçе пит парка, теççĕ, Календ. 1904. Шултра пĕрчĕн тымарĕ парка, йышлă пулат, нӳр те нумай туртать, шăтасса, ӳсессе те парка шăтать, парка ӳсет. СПВВ. ФВ. Мăн, хулăм кĕпçене парка теççĕ. Изамб. Т. Кăçал тырă парка шăтăрĕ (= шăтрĕ, взошел роскошно). IЬ. Унăн ачи парка ӳсет. СПВВ. ЕХ. Парка = хулăн. Кудемер. Парка лаша, здоровая лошадь. Шибач. Парка çитĕнет сĕлĕ (крупный). IЬ. Çӳлти парка полчĕ, аялти каюллă полчĕ. || Выносливый (о лошади)? Хорачка. Парка ут (пĕтсе кайса, хоппи анчах йолса, хытă чопать).
парлак
поляна. Карсун. Елбулак. † Парлак çинче çырлалăх. Хурамал. Парлак (тăвайăкки пичĕ?). Ib. † Ăçта çырла пит пиçет, парлак çинче пит пиçет; ăçта сарă ача пит ӳсет, Хурамалта пит ӳсет. Образцы. 6. Çырла çеçке тăксассăн каят парлак илемĕ. Ib. Утăна ăçта çулатăн? — Парлак çинче çулатăп. Бугульм. † Хура вăрман ути ешĕл утă, ялан парлак ути тиеççĕ; ăçта килчĕ унта палашаççĕ, ялан ырă çын ачисем тиеççĕ. Ст. Шаймурз. † Шурă аккăш вĕçет малалла, халь те пулин выртать парлакра. ЧП. Кăвак чечек парлакра, утсем авăнаççĕ çиесшĕн. СПВВ. Х. † Йĕшел курăк тухать ешерсе, парланайса выртать парлакра. || Залежь. Орау. КС. Эпир вăл анана парлака хăвартăмăр. Чув. Сорма. Парлак, пустырь, незанятое, заброшенное место. Юрк. Çав çул нумайĕшийĕн анисем сухаламасăр парлака юлчĕçĕ. Шибач. Çĕр парлак выртсассăн йосанать (два-три года). Ib. Парлак çĕр. Ib. Парлак вырттар, не сеять.
парник
(парн'ик), чайник. Н. Карм. † Сар самавар вĕрет те, сиксе-вĕрет, хура парник лартсан пусăрăнат.
парсуй
(парзуj), борзая собака. Султангул. † Шурă парсуйсене те пит мухтатрим, хĕрлĕ тилĕ пуçне те, ай, çав çият.
парттă
(партты̆), парта. Сюгал-Яуш. Хамăра вĕрентекен учитлĕ пире парттă хушшине кӳрте-кӳрте ĕречĕпе лартрĕ. Ачач 37. Малти парттă хушшинче ларакан хĕрачасем те, шурă-кăвак тутăрлă пуçĕсене каялла пăрса, Тимуш çинелле ял-л кулса пăхаççĕ.
пархат
(-hат), бархат. Сред. Юм., Шибач. Альш. † Урисемпе пархатсем таптаççĕ; пурнисемпе пурçăнсем кумаççĕ (девицы). Собр. Вуникĕ шĕлепке хĕррине вуник аршан пархат тыттартăм. Юрк. † Хура пархат тутăрĕ пилĕк сумлăх Г. А. Отрыв. Кримиски хăрпуран çӳлелли йăл-йăл курнакан хура пархатран пулнă.
пас
изморозь, иней. МПП. Питушк. Пас çуса тăрать. Пшкрт: jӳз΄э пас тыды̆нза (иней). В. Олг. Йӳçе пас тытса. N. Пас тытса пĕр уйăх тăчĕ, çортăри полмаç поль, теççĕ. N. Конта нумай полать пас тытнă. Чув. пр. о пог. 316. Хĕлле пас тытсан, тырă лайăх пулать. Если зимою много инея, будет урожай хлеба. Скотолеч. 9. Пас тытнă вăхăтра курăк çине ярсан.. Если пустить скот на траву, когда на ней лежит иней... Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шапшур пас тытса лартать. Богдашк. † Хура вăрман ларать паспала. С. Дув. † Хура вăрмансене пас тытнă, епле кĕрĕпĕр-ши пас çине. Альш. † Улма йывăç пас кăна, турачĕсем вак кăна. Ib. Вăрман çине пас тытнă. Юрк. † Чӳречĕрсем çине пас тытнă, шăпчăкпа шăрчăкăн йĕрĕ пур. ЧП. Хăмăш тăррисене пас тытнă. N. Йывăçсем çине пас тытать. Ст. Чек. † Хура вăрман çине, ай пас ларнă. Чураль-к. † Хура вăрмана пас тытать, хĕвел пăхать, ирĕлтерет.
пасар кĕпи
ситцевая рубашка. Альш. СТИК. Пасар шурă кĕпе, рубашка, сшитая из тонкой бумажной или льняной материи, вообще из материи, которую не умеют приготовлять дома. Ib. Пасар тĕртнĕ кĕпе, рубашка из тонкой материи. Изамб. Т. Арçынсем е пасар кĕпи, е улача кĕпе тăхăнаççĕ. Ачач 49. Шилет айĕнче — шурă пасар кĕпи.
пасмана
то же, что пасман. Череп. Пасмана = 4 пăтавкка (около 4 пудов). Трхбл. Пасмана — четыре меры (пудовки). Прокопьев. Çак хăта пирĕн çак туй халăхне кĕтсе сăра тунă иккен; сăрине çичĕ хут тунă, çичĕ хут туса çичĕ пасманаран тунă. (Такмак). Пазух. Ют ял каять пасара пасманипе хывăхпа, Чакă каять пасара пасманипе тулăпа. Кан. Пасмана — 100 килограмм. Изамб. Т. Кӳлли пĕчĕкĕ пуль? — Кӳлли те пĕчĕкĕ мар. Ултă пасманаран сăра тума çитет. СПВВ. Пасманаран пыл хыврĕç, тет. Чăвашсем. 11. Пĕр пасмана пăри илчĕ, пĕр пăтавка хура тул çăнăхĕ илчĕ, пĕр тенкĕ укçа илчĕ, çур штав эрех илчĕ. Цив. Пасмана, кадка.
Паççа
(пас'с'а), имя женщ. Н. Лебеж. Паççанăн çийĕнче хура сăкман.
пат
(пат), подр. глухому звуку, получающемуся при ударе, напр., в барабан. Орау. Вăсем туйра урнă пек хăтланаççĕ. Шăппăри темскер пек мĕкĕрет, сасси пĕр ана тăршшинчен ытла каймасть. Хăйсем юрлаççĕ, сикеççĕ, юрланă майпе, сикнĕ майпе параппанне пат! пат! тутараççĕ. Кильд. † Пат, пат параппан, параппан кантри татăлчĕ. Сред. Юм. Мана ахаль, ĕрескел çыннах (невинного, непричастного), пычĕ те, пат! та пат! пат! та пат! тутарса çапа пуçларĕ ôлă. Толст. Тилле пуçĕнчен пат! тутарчĕ (цепом). П. И. Орл. Чышкăпа пат! чышса илеççĕ. Сред. Юм. Пĕр нăрă нĕрр! туса манран иртсе кайрĕ те, пӳрт пĕрени çомне пат! пырса перĕнчĕ (ударился). || Подр. звуку, получающемуся от вылетания пробки при раскупоривании бутылки. Сред. Юм. Эрех кĕленчине лăкаççĕ те, ал çине лат! лартаç те, пăрапкă пат! сиксе тохать. || Подр. звуку при разрыве или лопании. Сред. Юм. Кĕпçе татнă чохне пат! туса таллать (= татăлать). Ib. Хот копăс кĕрĕкне (меха) патакпа тĕртрĕм те, пат! шăтайчĕ. Якейк. Çăпата кантăри пат татăлса карĕ. Кайсар. Хытă туртнă майпа пат татăлса анчĕ. || Подр. звуку падающего предмета. Ядр. Матяккине учаха ятăм, шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне (вероятно: пад'ы̆рjал'не) кĕрех карĕ. || Подр. звуку падающих крупных и тяжелых капель. АПП. † Пат! пат! тумла тумлат-ĕçке. Альш. Çурам çинчен пат-пат! тар юхать. || Подр. звуку при срывании. БАБ. Автанĕ пан улми пахчине кайнă, унта пĕр улмине пат! татса илнĕ те, йăтса килсе çак кĕреке умĕнчи сăра ăшне янă. || Подр. отрывистости в речи. К.-Кушки. Пат татса калаçаççĕ. Говорят отрывисто, напр., употребляя выражения, подобные: çаран чарнă, вм. çаран çине выльăх яма чарнă. N. Пат татса, решительно. ТХКА 123. Калăр халĕ пат татса. N. Иванах çиеле тухма хăтланат, сăмахĕсене пат татса калать, унтан пăрăнса хăтăлма та йывăр. Тăв. 69. Итлесен, итлесен, кăмака хыçне хĕсĕннĕ чухăн Иван та чăтаймарĕ, калаçма юратманскер, пат сăмахпа печĕ. || Подр. неожиданному прекращению дейçтвия. N. Çав тупă пульк[к]и (снаряд) саланса каять те, 4 вершук йăв[ă]çа пат татса пăрахать (сразу перешибает). N. Пат пырса перĕ-некен япала. N. Пĕр мулкач ман умма патах тухса ларчĕ (как раз; выражается некоторая неожиданность). КС. Юр кайнă çул çине тухсан, лаша пат чарăнчĕ (вдруг). Якейк. Калаççĕрç, калаççĕрç те, пат чарăнса ларчĕç (вдруг перестали). (Ларчĕç — даже если говорили лежа или стоя, здесь пат не звук). Ib. Телефон тăрăх лайăхах калаçаттăмăрч, пат чарăнса ларч. Ib. Туйра сиккĕрç, сиккĕрç те, пат! чарăнчĕç (перестали). N. Пат чарнать, перестает работать (телефон). || Прямо. || Совершенно. Букв. 1904. Вăл хир варринче çара çĕрте пат пĕчченех ларнă чух, юмахсенчи паттăр пек, катаран курăнса тăрать. N. Эсĕ пĕчченех тĕттĕмре, куç уçăлман кушак çури пек, тĕпсĕр ханкăрта, пат пĕччен, пĕр сăмахсăр пурăнатăн. N. Пат пĕччен пурăнма аван мар. ЧП. Пат шурă (совершенно белое) мĕн хуррăн какайĕ.
пат-патлă
, имеющий крапины, с крапинами. Сиктер. Пат-патлă пусма, ситец, с крапинами; хура пат-патлă, имеющий черные крапины; хĕрлĕ пат-патлă, имеющий красные крапины; хĕрлĕ пат-патлă кăвак пусма, ситец с красными крапинами по синему полю; у Уганд. пат-пат хура сарă тавар, желтая материя с черными крапинами. Срз. Ку лашан çамки йăр-шурă, «у этой лошади на лбу проточина» (Уганд.; йăр также «бойкий» (у него же),
пат
послелог, указывающий близость. См. пет, çум. Якейк. Пӳрт çинчен йор моклашки (комок снега) татăлса анчĕ те, ман пата (возле меня) тӳрех ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ 13. Хам патăнта ĕçленĕ чух. Орау. Хăвăр патăрта ĕç çук-и? Нет ли у вас у самих работы? Ib. Чăваш арăмĕ, сăмах пĕтсен, тухса кайиччен-и, хăй панчен хăна тухса кайнă чухне-и: сыв пул тати, тет. Тем пулат вара вăл «тати»? Вăл сăмах «сывă пул тата», «тепре куриччен» тени патнелле пырат пулмалла. Ib. Утаралла карĕ, пошел по направлению д. Отары (ее видно, м. б. идущий пройдет и дальше). Утар енелле кайре, пошел в сторону д. Отары (деревни не видать и о ее направлении лишь заключают, напр., может быть за горой); Утар патнелле кайрĕ, пошел близко к Отарам. N. Каç пулсан, эпир унпа ларса (в экипаже) кӳрĕш яла, хĕр патне тесе, тухса кайрăмăр. Шугур. Мана вара усрама пĕр начар çын патнĕ пачĕç (к бедняку). ЧС. Пирĕн патра пĕр ватă çын пычĕ. К нам пришел один старый человек. Бес. чув. 3. Ял патĕнчен кăнтăр енче Ч. ятлă çырма пулнă. Собр. Чавса патĕнче те, часах çавăрса çыртас çук. (Послов.). О сохр. здор. Мăйĕ хăлха патĕнченех шыçса кăять. Эльбарус. Онччен те полин ман патналла çамка çинчи сăнакне (знак) çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ. N. Перĕн патнали (= пирĕн паталли) çынсем çок. Нет людей из нашей местности. Земледелец. Иалсене ял теме çук, пирĕн Пăва, Çĕрпӳ хулисем патне те пыраймаççе (не нашему Буинску или Цивильску чета). Сред. Юм. Самми патне пӳнеттейпе пырса шыранă. Самсона обыскали с понятыми. Ib Патнерех пынапа хай сăрт хĕрлĕ пôлчĕ тăчĕ, тет. Регули 1206. Ĕлĕк вăл ман патра порăнса. Ib. 1532. Вăл кисеснех вăлсам патне кайрĕ. Ib. 1524. Вăл килчĕ он патне, ман атти патне, ман пата та килчĕ (ман пата анчах килмерĕ). Ib. 1142. Вăл сан патран ман пата килче. N. Çав çăмăрлă хура пĕлĕтсем пирĕн патралла киле пуçларĕç. Етрух. Кĕркури пиче патне кайса ларнăч, урăх никам патнех те кайса ларнине астăвмастăп, тет. N. Вăл çын патне питех çӳремест (редко к кому ходит). Синерь. Выçса вилеттĕмчĕ, çак çын хăй патне (к себе) илсе кайса тăрантарса усрарĕ, ачисене кĕтӳ патне (в пастухи, в подпаски) пачĕ тăранса пурăнма, тыра çитмерĕ, тесе калать, тет. Альш. Чапăрлă шывĕ патнерех çитерехпе пĕтет (ту аякки). N. Ху патунтан (= патăнтан) хуса ан яр мана. Кан. Ишчейккăсем патне хурса хăварнă япаласене илес тесе тухакансем пулчĕç те, ишчейккăсем патне те ямаççĕ. N. Ыраш патне тухатпăр. N. Ман патна, ко мне. N. Патне çитрĕмĕр (метаф.). N. Сан пата (у др. патна) килтен хут яраççи? || Около (во временном значении). Трень-к. Эрне патне, около недели, т. е. приблизительно в продолжение недели. Б. Янгильд. Çак ухутник мулкачă çурине пĕр эрне патнелле усрарĕ. N. Хоçи пер çер тенкĕ патнех петерчĕ. || Приблизительно, circiter. О сохр. здор. Крахмал 50 мыскал патнелле пырать. Крахмала около 50 золотников. Ib. Пĕр çынтан тепĕр çынна ерекен чирсем пит нумаях мар, пер çирĕм патне анчах. Кан. 84 проччăн патне пулать. Ib. Черече пин патнелле, тесе, ăсатса яраççĕ. Елаш. Вăл (ял) пĕр çĕр аллă çул патнеллех пулать пуçланса кайни. Эта деревня освована не меньше, как лет со 150 тому назад. || За. N. Пуçтарса хуна пахча çимĕçĕсем вĕсем пурте пĕрле пĕсерсе çиекен апат патне кайна. Синерь. Мĕн шырасси, апай патне (за мамой) килтĕм, тенĕ. Ишек. Унтан вара эпĕ çын пăрçи патне нихçан та кайман (воровать чужой горох). Чăв. й. пур. 11. Ашшĕне эрех патне ями пулчĕ. Ала 9°. Вăл çапла тавар патне тухса каяс умĕн, ун патне пĕр ватă хуçа (купец) пырса кĕнĕ. N. Мĕн патне карăн? — Шу патне карăм (за водой). Регули 1092. Эп окçа патне (окçашăн) килтĕм. Ib. Вотă патне каятăп. || В сравнении. N. Çулленхи патĕнчи ырашăн пĕрчи пит вĕт. || С причастием будущего времени в чувашизмах. Ау 14°. Упа, капантан ута ыталаса илет, тет те, перет, тет, илет, тет те, перет, тет, пере-пере капана пĕтерес патне çитре (разбросал почти весь стог), тет. Регули 126. Каяс патне çитнĕ. Ib. 125. Вилес патнех çитиччен хĕнерĕ. Янгильд. Çорконне, йор кайса петес патнелле (близко к тому времени, как сойти снегу) сорăхсене çитерме тохаççĕ. || Послелог в знач. русск. предлога — к. Регули 1528. Лепле вăл исе килĕ? онăн çынсам çок, утсам сахал тата, он патне тата (к тому же еще, кроме того еще) хăва ĕçне пелимаçть. || N. † И памăпăр, памапăр та, патне çитсен (когда подойдет время), чармăпар. || Яргуньк. Иван ĕçĕрĕ (выпил), тет те, патнех кайса ӳкĕрĕ, тет, Иван. N. Вăл хăй порăннă пӳрт пӳртекӳне керсен, ăна такам аякран çĕçĕпе чикнĕ те, çĕççи патнех çакăнса йолнă. Когда он входил к себе в сени, его кто-то ударил в бок ножом так, что нож остался в боку.
паччинккĕ
ботинки. Пазух. Паччинккĕ те пушмак та шурă чăлха, шур юр çине пусма та хĕрхентĕм.
паха
(паhа), дорогой, драгоценный; дорого, ценно. Н. Карм. Вĕсем (книги) пире темрен те паха. Сред. Юм. Пĕчик ачана пăртак çиç çырла парсан та пит паха. Çĕнтерчĕ 26. Сивĕнесси сивĕнмен те, анчах çак пуян ывăлĕ пахараххине манăн чĕре туятчĕ. Календ. 1910. Пуринчен ытла килĕштерни паха (дорого). Собр. Сутас сутта пахана тăрат, илес тавара йӳнеçтер. (Моленье). Сам. 13. Таптанă, çаратнă паха çĕршывна. Хорачка: вы̆л мана пет пађан тоjы̆нчы̆ (дорого, драгоценно). Ст. Яхак. Çамрăк ачасемшĕн çăварни тата пушшех паха. Икково. † Çăварниран пахи пор, теççĕ: чăнах пор-ши ĕнтĕ çав? Тим.-к. † Эпир каяс çул çинче йĕри-тавра паланлăх, паланĕ ларать хĕп-хĕрлĕ, пире палан мĕн паха? Пала-тăран (знакомый) питĕ паха. Кĕвĕсем. Пахча варринчи улма йăвăççи, пăхса тăма паха-çке (просто любо посмотреть). Цив. † Шурă чечек мĕн паха? пиччепе инке паха пире. N. † Икĕ аллăмра тăватă çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕрен пахи çук, ах ача; ялта сар ача пит нумай, ман Яккуртан пахи çук (лучше), ах, ача. N. Австрисен окопĕсем питĕ паха. N. Паха = илемлĕ? || Старательный, прилежный. Юрк. Ун вырăнне хамăр çынсенчен пĕрне-пĕрне, ĕçе пахарах çынна (трудолюбивого), куçарĕç. || Ст. Чек. Пахасăр, ку çынта паха çук, ăçта хурсан та вырнаçать (всюду уважаем). N. Пахине пĕлмесĕр ĕçлет, не жалея сил или себя (иначе: пахасăр). || Торжественный. Кан. Выстăвкă уçăлнă шутпа паха ларуллă каç пулса иртет || Зап. ВНО. Паха, мягкий, нежный.
пек
(пэк), подобно, как. Янтик. Сан карчăку арăм пек те марччĕ у! тек темĕскер-те-пĕр калаçатчĕ санпа. N. † Шур чĕр çитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Вир-ял. † Кил-карти варинче çаврака кӳлĕ, пур пек ырă пулă пуçтарăннă. Изамб. Т. Китăн пулăнни пек сасси çук. Холера. Халер чирĕ унта пирти пек пĕр сарăлса, пĕр пĕтсе пымасть (постоянно). Лашм. † Кайăк пек çунатăм пулсан... Якейк. Онăн пек, салтакăн пек, маþайăн пек («н» твердое). Регули. Он пек ташлать. N. Вĕсем пек крапаллă (так!) коляскăна кӳлĕнеççе те, çынсем лартса турттарса çӳреççĕ. Регули 1254. Хăва ул пекех мана йоратать. Ib. 1255. Эреке пек шăрш кĕрет. N. Эп этеме шăна пек теп (сравниваю с мухой). Альш. Вĕсем ĕлĕк лерелли тури чăвашсем пекрехех тумланнă иккен. N. Вĕсен пек, санăн пек. ГТТ. Ялта ял пек пулас, тет, çын çинче çын пек пулас, тет (чувашин). || Как будто, точно, вроде, кажется. N. Тухăр кӳлĕр турă утра, çула тухсан хăвармас мĕн, килĕр пуççапар кил-йышине, килес çулччен манас пек. (Испорчена?). Орау. Вăл çав кĕнекесем айĕнче выртатчĕ пек-çке мана (кажется, как будто лежала). N. Парăнтарас пек калаçаç та-ха... Говорят, что победят, но... Капк. Ман хыçра эсĕр пек астурăм эпĕ. Ерк. 52. Сухатӳне килнĕ пек чух пĕре чуптарас, пухха йĕри-тавра ăмăртса кустарас. ТХКА. 47. Пирĕн ял аслă вăрман варринче пекех ларать. N. Çырăва çырма тытăниччен темĕн чухлĕ çырас пекчĕ. Регули 119. Тивес пекех пычĕ мана. N. Пурри пур та, анчах вĕсем пушă ларнă пек лараççĕ. Орау. Ăна леш кĕнекесем айĕнче выртнă пек астăвап-çке эп. Альш. † Шурă чăхă çăмарта тăват-çке, чĕпписен уссисене курас пек. Пире атте-анне çуратнă, пирĕн уссăмăрсене курас пек. N. Йĕке хӳре хăй вăйлă пек пулса: юрĕ, качча илĕп, тенĕ. Бгтр. Ку йомăç пăхам пек турĕ, тет. Регули 169. Вăл халь килнĕ пек. Ib. 249. Ĕçлемен пек корнать. Чăв. й. пур. 32°. Пĕр вăхăтра Ахтапанта, пасарта хăне кирлĕ пек пилĕк çын чĕннĕ. ЧС. Анне манран: Çеркей, вут пăртак чарăннă пек-и-ха? тесе ытрĕ. N. Атте-анне ӳстерчĕ юратса, ĕмĕр пĕр хуйхăсăр ирттерес пек N. Вăл каççине кăшт пĕлĕтлĕрех пекчĕ. Нюш-к. Эп паян суха тăвам пек турăм (если про З-е лицо, то: тăвнă пек). Изамб. Т. Эпĕ кĕтӳçĕрен ыйтăрăм та, ул мана: пурте (лошади) тавăрăнчăç пек, терĕ. Альш. Малтан тухса кайнă хĕрсене, тухса кайнăшăн пек пулса, мăшкăласа калаççĕ (поют). Кан. Ман шутпа капла туни тĕрĕс мар пек. Чăв. й. пур. 6°. Мана капла туни аван мар пек. Истор. Трупасем кăшкăртса мĕн юлнă пек халăха пурне те пĕр çĕре пухнă. Янш.-Норв. Тусĕ хурласан та, мухтасан та, лешсем ытах илес пек пулсан (захотят), хĕрĕ ашшĕсенчен: хĕрне кăçал паратна? тесе ыйтса пăхаççĕ. || «Можно». ППТ. Кун каçалла кайсан, тепĕр кунне тăваççĕ; ĕлкрес (= ĕлкĕрес) пек пулсан, çав кунах тăваççĕ. N Вăрлăха ăшă çĕрте тытсан, пĕр-икĕ эрне хушшинче шăтас пек вăрă пур те шатса тухать. || «Почти». Чхейп. Юмăçа кашни кун кайнă пек кайнă. К.-Кушки. Пĕчĕкçĕ лаша турă лаша, халĕ туртас пек тăра-çке (= тăрать-çке), аппаçăмах Насти пур, халĕ каяс пек тăра-çке. N. Куллен янă пек яр. Посылай почти ежедневно. N. Икĕшне те пĕр кунта илнĕ пекех илтĕм (получил почти в один день). N. Илене кашнă кон пекех коратпăр. N. Çиçĕм те унтан пĕр-ик утăмран пек çеç çиçе пуçларĕ. Бес. на м. г. Ак тата çамрăк ачасем хĕлле уллахра, çула урамра, уйра çĕр каçиччен пекех выляса ашкăнса çӳреççĕ. Вишн. 63. Ачасем пур те пекех вар-виттипе аптраса вилеççĕ. Янш.-Норв. Кăсем ун чухне виççĕшĕ çĕрте тăраççĕ, пĕри урапа çинче лашана хăвалас пек тăрать. Турх. Туртмастăп пекех пулсан та (хотя почти не курю)... Бес. чув. 9. Эпĕ анкарти тӳрлетес тетĕп, тата ав кăмака та ишĕлес пек тăрать. Дик. леб. 40. Хĕвелĕн пĕр хĕрри ĕнтĕ тинĕсе перĕнес пекех тăрать. || «Около, приблизительно». Тогаево. Вăлсем пĕр эрне пĕк ĕçлесен, эпир пиччепе вăлсем ĕçленине пăхма карăмăр. Ст. Яха-к. Ун чухне çиме çитмен çынсем те... пĕр-ик витре пек пулсан та, сăра тăваççĕ. (Çăварни). Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çичĕ-сакăр витре пек çăра-сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. Ib. Хуçа вара хĕрсене çав хисепе тунăшăн килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Вăрçăран 5 çухрăм пек тăратпăр.
перекет
(пэрэгэт, Пшкрт: пэрэђэт), изобилие, abundantia. СПВВ. ИА. Апат çиме ларсан, перекет (спорынья) пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Перекет! (Ĕçкĕ-çикĕре пуçламан кленче тôлли эрех пôлсан калаççĕ. Ib. Перекет пултăр (= час ан пĕттĕр). Н. Шинкусы. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пăсса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă, тата ĕçме-çимесене те йăлтах пăсса перекечĕсене вĕçтерсе пĕтернĕ. Ib. Сăра ĕçес килсен, ăсса килтереççĕ те, ĕçиччен: перекет! теççĕ. Ст. Чек. Перекет, все что идет на пользу. Перекет! говорит работающий в поле перед тем, как обедать. На свадьбах, перед разливанием вина говорят то же самое. Ядр. Перекет, такое состояние вещей, при котором они не убывают. Микушк. Ана çине аксан, ана çинче перекетне пар! (Из моленья). N. Çурлипе тырă çавăрса илсен, перекетне пар, кĕлте тултарăпăр, кĕлте перекетне пар, тĕм тултарăпăр, тĕм перекетне пар! Унтан вăрлăхне ана çине исе тухсан, кунтăк çине хурсан, кунтăк перекетне пар! Тата ывăçласа исен, ывăç перекетне пар! (Выдержки из молитвы «пичке пуçлянă чухнехи кĕлĕ»). Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана, тăватпăр-тытатпăр, тытнă çăнăх-кĕрперен перекетне-услăхне пар! Тытнă тăвартан перекетне пар, ыйтнă укçаран перекетне пар! || Сбережение. Кан. Перекет кĕнекине (сберегательную книжку) илмесĕр эпĕр пӳрт лартса пĕтерес çук. || Дождь. || Назв. божества. К.-Кушки? Перекете ак çапла кĕлтунă: перекет, перекетне пар, иксĕлми тивлетне пар, кашни тиркĕре асăнатăп, витĕнетĕп, йăлăнатăп, тайăлатăп, тесе каланă. Магн. М. 62. Ой амăшĕ перекечĕ, итем амăшĕ перекечĕ, кăшăл амăшĕ перекечĕ, кил амăшĕ перекечĕ, карта амăшĕ перекечĕ, кĕлет амăшĕ перекечĕ.
перческе
(-ζ'-), перчатка. С. Дув. † Чупрăм антăм çырмана, шурă перческем юлчĕ хăмăша. Ib. † Шур перческе хĕрсен парнисем. Пазух. Хура-хура алса туль, шур перческе, çакăнайса юлчĕ пăтана. Султангул. † Пӳрнеллĕ перческĕрсем, ай, аллăрта, пӳрнесĕр перческĕрсем, ай, кăсйăрта. Макс. Чăв. К. I, 57. Аллăм шăнать пăр пекех, шур перческе те çукран пуль.
пыл
(пыл), мед. ТММ. Эй пылпа кулаç, тутлă-çке! — Ху çирĕне? — Пасарта асаттепе асанне çинине куртăм. Орау. Ах, тамаша, пылтан та тутлă-и тен (пожалуй слаще мёда, трубка). Альш. Харсăр Энтрийĕн хурт питĕ нумайччĕ, пыл та пит нумай илеччĕ ун чӳне. Чăв. й. пур. 32. Кĕркунне пыл татнă вăхăтра... БАБ. Пыл пек тутлă пултăр, çу пек çемçе пултăр! (Хĕрпе качча хĕве хупнă чухне калаççĕ). Собр. Хĕрĕн пылĕ, упан юнĕ, теççĕ. (Послов). Торх. Пыл сахăрланчĕ (засахарился). Тогач. Хунĕм хĕрĕ — хура хĕр, тĕтĕм çĕтре (= çĕрте) тĕрĕ тăвĕ. (Хурт пыл туни). СТИК. Пĕр-пĕр хĕрача пăсарсан, амăшĕ-и, йинкĕшĕ-и ăна: пылĕ тăкăнчĕ, мĕн çитерĕн туйăнта! тет. || Медвяная роса. Якейк. Кĕçĕр пыл (сладкие пятна на листьях растений) хыт çунă, корăк çинчи пыла тăраниччен çирăм. || Мед (напиток). Хурамал. Çул каякан килне таврăннă та, хыçĕнчен пырасса сиснĕ те, пыл хывса йӳçĕтсе хунă. Такмак. Пĕр пуçĕнчен (бочки) тутлă пыл юхать, тет, тутлă пылĕне ĕçсе тутă пулмăпăр-шин. Тепĕр пуçĕнчен йӳçĕ пыл юхать, тет, çавна ĕçсе ӳсĕр пулмăпăр-шин эпир. Юрк. † Эрех ĕçрĕм, пыл ĕçрĕм. Кĕвĕсем. Пыл ĕçмелле вылясан, хурт ĕрчемес тиеççĕ. N. † Пыл ĕçмелле ан выльăр, хурт ĕрчемес тиеççĕ. Шел. П. 38. Пĕрне-пĕри ыталаса пыл ĕçмелле выляççĕ. Альш. Пыл ĕçеççĕ, мĕн тăваççĕ (игры). N. † Тутлă шерпет, йӳçĕ пыл пирĕн пиччен кĕрекинче. Бур. Сар алтăрпа пыл йӳçет. Тайба-Т. Тутлă чĕлхесене пыл витмес. Альш. Тепĕри тата (другая речка) пыл юхат, тет. Çавăн пекех выртса ĕçсен — пыл, илсе ĕçсен — шыв, тет. См. пул.
пырĕ
пойдет, ладно. М. Тув. † Хура ĕне пăрушне хыт-хура та пырĕ-ха; çакă ялăн хĕрсене урçана та юре-ха. Сёт-к. Кона пырĕ хăть: тĕс парĕ.
пырса кĕр
неожиданно зайти, заехать. Янорс. Эпир Шупашкара пырса кĕтĕмĕр. Чăвашсем 15. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса çуни çумне кăкарса выртнă вара. Орау. Исвушчăк лашипе пичке çине пырса кĕчĕ те, пичкене аркатсах пăрахрĕ. N. Киле пырса кĕме, ху пĕлетĕн, намăс. N. Кунтан вара ашшĕсем патне пырса та кĕмерĕç (с той поры к родителям своим они и не заглядывали), тет. Баран. 87. Нимĕн палли те çук; ăçта пырса кĕнине те пĕлместĕп. Çул çук, пур çĕрте те тĕт-тĕттĕм, тет. Ib. 41. Васкаса пынă чух эпĕ ун пек йывăç çине пайтах пыра-пыра кĕнĕ (натыкался, нахаживал). || Нападать. Баран. 202. Вăл хура тинĕс çинче тĕрĕксен флочĕ çине пырса кĕнĕ те, ăна пĕтĕмпех тустарса пĕтернĕ. Ib. 55. Вăрман хĕрринчи тăва йышăнăр (занимайте), хăвăртрах йышăнăр, вĕсем (поляки) унта пырса кĕрес çук. || Попасть, попадать. N. Кайран-кайран усал çине пырса кĕрет. N. Пурăнăç аван енне каяс вырăнне пур çĕр те (вся земля) улпут аллине пынă кĕнĕ (попала в руки помещиков).
пиелчĕ
(-ζ'-), пеленка. Юрк. † Мана анне тупнă чухне шурă пиелче пиеленĕ, шурă пиелче пиелемен, ăрăскалă пул, темен (Чист.). См. пелче.
пилĕк
(пил'эк'), поясница, талия. N. Вăсам мана пилĕк таран çĕре авăтса кӳртсе лартрĕç. N. Унтан тĕпĕр кунне виççĕмĕш ывăлĕ каять, тет, вăл вара пилĕк таран çитерет, тет (где трава по пояс). Юрк. † Аллисенче перчетке, пилĕк çумĕнче нухайкка. Ib. † Пилĕк тытса ташланă чух, икĕ каччă курĕç-ши? Икĕ каччă курсассăн, кăчăк туртса илĕç-ши? и пр. Ib. Пилĕк таран пĕшкĕнсе тăраççĕ. N. Пур çĕрте те пилĕкне тăсмасăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Сред. Юм. Тыр вырнă чохне, апат çисен, пилĕк тăсас тесе, пăртак выртса çывраççĕ. Шорк. Пилĕк чăсас, отдохнуть и закусить (во время жатвы к вечеру). Б. Яныши. Эпĕ йăпăр-япăр чупса кайрăм та, пилĕк таран çĕртен чупса пуртăм. Сёт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çăварне карнă (молочник). Якейк. Ачасам, пилĕк кантарма лармала та поль! (Каçхи апат çима ларнă чох мăн çынсенчен пĕри калать). Ib. Ах, пилĕк касать-çке! (Боль до родов у женщин). IЬ. Арăмсен ача тăвас умĕн пилĕк каса пуçлать. Ib. Арçынсен пилĕк ыратсан, кулса: сан пилĕк касать-и мĕн, теççĕ. Ib. Пилĕкне чĕн-пыççи çыхса пыр (опояшься). N. Пилĕк тытни, схватки у беременных. N. Пилĕк тытать, пилĕк касать (кас касать, тăтăш касмас). Пазух. Кăçал илнĕ çĕнĕ-çын, тырă вырма тăрсассăн: çурла касмасть, теминччĕ, пилĕке тытса тăминчĕ. N. † Хамăр ялин ачисем хут çыракан тиек пек, пилĕке тытса çӳреççĕ (подбоченившись). Альш. Пилĕкĕсене тытса тăрать, стоит фертом. Ib. Пилĕк тытат (потуги у женщин). Тайба-Т. Пире çырнă çын хĕрĕ пилĕк çинçе, куç хура. ЧП. Пилĕкĕ çинçе пултăр, тет. Ib. Çинçе те пилĕкçĕм... Альш. Йинкĕшĕ калат: пилĕкĕм питĕ, питĕм шурă, шывран тăрă., çипрен çинçе; питме намăс кӳрес çук. Ачач 5. Пилĕкне унне хытăран та хытă касма тапратать. Н. Лебеж. † Пилĕк килĕ Çирĕклĕ, пилĕкĕсене тытса юлчĕç. С. Тим. † Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи кирлĕччĕ. N. Пилĕк таран тайăлса йăлăнни. Собр. Туман тиха пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Туман тиханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Хăшĕ пилĕк çумне хĕстереççĕ, хăшĕ хулпуççи урлă çакаççĕ. БАБ. Пилĕкне хытă çых, ăсна хытă тыт. (Ку сăмаха хĕрсене калаççĕ). Альш. Пилĕке арçынсем пысăклăх (пиçиххи, кушак) çыхаççĕ. Урож. год. Пилĕкне хытă çыхать, ăсне тирпейлĕ тытать. Калашн. 8. Ак хаяр çилĕлĕ патшана çапла пилĕкрен пуççапса Кирипей калать. N. Пилĕкрен тарăн юр çинчен кайрăмăр. || Каша. † Купăсăр çийĕ сарă иккен, пилĕкĕ тĕлĕ хура иккен. || Перешеек. Орау. Атăл çинче ик утă (остров) пĕр-пĕринпе пĕр шурлă çинче пилĕкпе пĕрлешсе тăраççĕ (оба острова соединены узким болотистым перешейком). || Участок земли. Мункачи 42.
пин
(пин'), тысяча. Ск. и пред. 107. Шыв пин те пĕр ункăлă пулать каять вĕресе. N. Пин те сакăрçĕр тăхăрвунă виççĕ. Тысяча восемьсот девяносто три; пин те сакăрçĕр тăхăрвун виççĕмĕш, тысяча восемьсот девяносто третий. Юрк. Пин те пĕр, 1001. Шел. 5. Пин те тăхăрçĕр çирĕм пилĕкре, ака уйăхĕн çирĕм пĕрĕнче. Собр. Пин, пин майрин пин саплăк, çĕрпӳ майрин çĕр саплăк. (Купăста). Зап. ВНО. Пин сăмах çитнĕ. (Поговорка). Якейк. † Çĕрри таран çĕр тенкĕ, пинни таран пин тенкĕ, пин тенкĕлĕх улăмран епле уйăрлса каям-ши. (Эту песню пела имевшая сына вдова, когда она вышла замуж вторично). Ст. Шаймурз. † Çаврака куркан тĕпĕ ылттăн, пирĕн савни пин ылттăн. Янтик. Пĕр çын тунине пин çын тытать. (Алăк тытхи). Рак. Пин-пин пичче пин халăха култарать; хурама хуппи хултăрчă хура халăха култарат. (Сăрнайпа купăс). Чăв. й. пур. 13°. Ашшĕне-амăшне йĕртекен пархатар курмас: ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. Курм. Пине çиттĕр (о разговоре). Менча Ч. Савса панине савса ил, пĕртен пине çитер. (Моленье). Хора-к. Пĕр кона йолнă ĕç пин кона йолнă, тет. (Послов.). Ау 336°. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, сирĕн пĕр сăмахăр пин ылттăн. Янорс. Эпĕ çоралнă пин те сакăрçĕр тăхăрвун çулта. Сред. Юм. Эсĕ мана хуса çитесси пин те пичĕк çол. (Говорят дети, когда хотят показать, что никогда его другой не догонит). Н. Яха-к. Пĕр турамран пĕр пине çиттĕр, çаккăнпа ĕçсе çисе кайăр, выляса, ташласа кайăр, теççĕ (во время поминок на кладбище накануне семика). Т. II. Загадки. Пинĕн пин шăтăк, пирĕн Микулайăн пĕр шăтăк. (Пӳрнеске). Якейк. † Хора лаша çол тытать (опытная лошадь), пирĕн ати пин тытать. Ерк. 50. Атăл шывĕ ким çăтать, пирĕн атте пин тытать.
Пинече
яз. имя женщ.? Встр. в загадке. Альш. Пин, пин, пинече, пин халăха култарат; хурама хуппи хултăрчă хура халăха култарат. (Сăрнайпа купăс).
пирштесĕрлен
обезобразиться. N. Хура çăра сухалĕ пирштесĕрленнĕ.
писев
(-зэв), румяна. Кĕвĕсем. Писев сĕрнĕ хĕрсене тĕсне пăхса ан сăхлан. Шурă чĕрейлĕ хĕрсене хĕрлĕ писев хĕретет. Ib. Мунча кĕтĕм — тасалтăм, питĕме писев сĕртĕм — хĕрелтĕм. Янтик. Çак хĕр, питне писев сĕрнĕренех, чиперрĕн курăнать-çке! Бел. Гора. † Писев кĕски кӳтĕмĕр, кăкри çине хутăмăр (невесте). С. Дув. † Пите писев сĕрмешкĕн мишер хĕрĕ мар эпир. Ст. Чек. Питне писевпе сĕрнĕ. N. Питне писев сĕрместĕн-и? || Розовый. Сунчел. Писев кĕпе, розовая рубашка. Утăм. Нумай тăмарĕ, шăлт çав вырăнтах сарлака çулçăллă упа курăкĕ хушшинче писев кĕпе курăнкаласа илчĕ. || Ядовитое вещество. О сохр. здор.
писевлĕ
с румянами, румяный; с узорами, расписной, узорчатый. СПВВ. † Сирĕн кăмакăрсем писевлĕ иккен, кирлĕ марччĕ писевлеме. Юрк. † Чĕмпĕр çулĕсем хура çулсем, пĕсевлĕ-тĕр пикенĕн çунисем. Н. Лебеж. † Аттеçĕм, аннеçĕм, писевлĕ кĕскĕ пулăттăм, сан кăкăру çинчен каймăттăм. (Хĕр йĕри). Самар. † Хĕреслĕ манит — пулăттăм, сан кăсйăнтан тухмăттăм; писевлĕ кĕскĕ пулăттăм, кăкру çинчен анмăттăм.
писăр
(-з-), писарь. Сунчел. Писăр-тияк. Ib. Хучĕсем шурă, çыру хура, ялан писăр-тияк аллинче. N. Лепе-те-полин. Хосана писăра (в писаря) хăварăр, тенĕ.
Писĕп
(-з-), назв. дер. Пизиповой. Панклеи. Яргуньк. † Çăмарта шурă тииса, шуратмасăр çиас мар; Писĕп хĕрĕ тииса çĕр выртмасăр (не заночевав) илес мар.
писсăр
писарь. ЧП. Писсăр-тиек. Микушк. † Писсăр çыру çырать. Бугульм. † Хучĕсем пĕр шурă, çыру хура, испăравник-писсăрсен аллинче.
пиç
(пис'), свариваться, испечься. N. Çапла тусан, урнă йыттăн сĕлеки (слюна) пиçсе каять те, выльăх урмасть. Календ. 1906. Пиçи-пиçмен çăмарта. N. † Пиçи-пиçми çăмарта пит тутлă. Тайба-Т. † Пиçи-пиçми çăмарта тавай пĕçерсе çиер-и. Орау. Апатне пиçнĕ-пиçмен антарса çитараççĕ. Обед не доваривают, подают сырым. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест (не испечется), ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Сред. Юм. Эх, пиçмен пашалу (неспособный к делу), çавна та тăваймасăр, ватса пăрахрăн вит. || Калиться (на солнце). Туперккульос 36. Хĕвел çинче пиçеççĕ. || Кипеть, вскипеть. Ала 11. Самовар пиçсессĕн, каллех ĕçме-çиме пуçларĕç, тет. N. Пиçнĕ шу ĕçсе порăнăр! Пейте кипяченую воду. || Обвариться. Панклеи. Тилĕ опа çине тăккĕр ярчĕ (горячую похлебку), опа пиççĕр карĕ. Орау. Вĕрекен сăр хуранне ӳксе пиçсе кайнă. || Обжигаться. N. Ан пиç. Не обожгись. N. Пиçсе ан кай. || N. Çип пĕре хуса пиçимасан, ăна тепĕр хут хăваççĕ. Ib. Ман кăçал çип сап-сарă пиçрĕ. Ib. Сань пек пиçнĕ çип эп нихçан та корман. || Воспалиться (о глазах). N. Çак тăвансем мана аса килсен, йĕртĕм-ĕçке икĕ куçăм пиçиччен. ЧП. Йĕрсе куçĕ пиçет-ĕçке. N. Йĕре-йĕре пĕтĕм куçăм хĕрсе пиçсе кайрĕ. || Гореть со стыда, осрамиться. Якейк. Ман паян пит пиçрĕ. Эп паян намăс кортăм. || Преть (о теле). Орау. Ура пиçсе çӳресе пĕтĕмпе ашланса карĕ. Ib. Нумай утнипе ура пиçсе карĕ. Ib. Ура пурни пиçсе çӳрет (преют). О сохр. здор. Трахтирте тумтирпех ĕçсе-пиçсе лараççĕ. Изамб. Т. Ул акă пирĕн пек шăрăхра пиçсе тыр выртăр та, виç сăмах çырнăшăн ултă-çичĕ тенкĕ патăр. Полтава 91. Аран-аран лашисем сулкаланса утаççĕ, пиçсе çитнĕ ывăнса. || Прижигаться. О сохр. здор. Çапла тусан, вара ӳт те пиçет (при прижигании), унта лекнĕ сĕлеке те çунса каять. || Париться (о земле). Пахча çим. 3. Уйăх çуртан (после пахоты) курăксем тухаççĕ, çĕрĕ те чылай пиçет. || Запариться. Буинск. Йытă куçран çухалсан тин чупрăм, çапла чупа-чупа ăшша пиçрĕм (запарился). Кан. Пульницара, малтан чăвашла пелекен çынна тупаймасăр ăш пиçрĕ (измучился). || Загореть. || Трухлеть. Ирч-к. Пиçсе выртнă (летом дрова лежали в сыром месте и плохо колются). | Поспевать, созревать. N. Пиçнĕ-пиçмен (не совсем зрелые) çырла тутлă мар. Ой-к. † Пиçнĕ-пиçмен çĕмĕртшĕн çĕмĕрт тăрри хуçас мар; ялта чипер нумай пуль, чипер хыççăн каяс мар, чӳрече витĕр пăхас мар. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор, пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. Альш. Çырласем пиçсе иртсе кайнă (перезрели). Ib. Хăва хутлăхĕнче ытти йĕпе курăксем. Пулат вăл лапсенче хура хурлăхан аври; çула, хурлăхан пиçсен, Элшелсем каяççĕ вăрмана хурлăхана. N. Пиçнĕ = пулнă, спелый. || Зреть (о хлебе). N. Тыр пиçсе çитсен, уя тухсан çăмăллăхне пар. (Моленье). Кан. Тыр пиçрĕ. Хлеб созрел. || Стать выносливым, закалиться. Чхĕйп. Çавăнпа вăлсам халĕ те, каласан, час ĕненмесĕр тăраççĕ, авалтампа хăйсĕн ирĕкнĕ туса пиçнĕскĕрсем. Бугурусл. † Ĕçпеле пиçнĕ пирĕн аппа (навыкла к делу. Свад. п.). N. Шыв çинчи карапа та ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын аллине шанса памаççĕ. Изванк. Ĕрне (так!) эпĕ мур таврашне нумай курса пиçмен те, пирĕн ялта мур таврашне курса пиçнĕ çынсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. Шел. П. 48. Ĕçпе пиçсе ӳсеççĕ. Cам. 77. Шăмшак пиçсе хĕрнипе карчăк анать умранах. Сред. Юм. Санран пиçет-и вара ô. Тебе ли это сделать.
пиçĕ
(-з'-), пареный. К.-Кушки. Туртана пиçĕ хурамаран аваççĕ. || Прочный, крепкий. Янтик. Ку пустав пиçĕ пулчĕ-ха манăн. Изамб. Т. Юман пит пиçĕ. Ib. Унтан (из дуба) пиçĕ япаласем анчах тăваççĕ. Ib. Çăка пиçĕ (крепкий) пулмасан та, хăй пур тĕле те юрăхлă. ТХКА 115. Ача, ку пит çирĕп тымар. Хурама тымарĕнчен те пиçĕ тымар ку. Календ. 1911. Хурçă тимĕртен пиçĕрех те, вăраха та пырать. || Гибкий. Ядр. Пиçĕ пушăт — крепкое лыко. Ib. Пиçĕ хулă — гибкий, эластичный. Якейк. Çĕмĕрт холли пак орăх пиçĕ холă топас çок эс. Ib. Ку пралок итла та пиçĕ уш: çиппе пĕрех. || Плотный. О сохр. здор. Чĕн пек пиçĕ, шурă чуста. || Выносливый. Бугульм. † Пăяхамçăм ĕçĕ йывăр ĕç, ĕçе пиçĕ кин кирлĕ. Баран. 160. Пит чăтăмлă, пиçĕ лашасем. Ib. 100. Хăшĕ (иная лошадь) ĕç ĕçлеме, çӳреме пиçĕ пулать. (Свад. п.). Сред. Юм. Ôн ачи пит пиçĕ, сак çинчен ӳксен те йĕмерĕ. Ib. Çип пит пиççи лекнĕ, тôртса та татăлмас. Ib. Но ôн каçанĕ пит пиçĕ: каççĕне мĕн чôл чышаççĕ çанта, çапах сикмес те иçмалин: туймас та пôль ô. || Сёт-к. Кăçал мăн-кĕтӳн пиççи килмер полмалла.
пиçи
(пиз'и), пояс. Ала ЗО°. † Хура чаппан кăмăлне хĕрлĕ пиçи эпĕ çыхрăм.
пиçиххи
(пиз'иххи), пояс. Ст. Чек. Писиххӳ, твой пояс. Юрк. Пилĕкĕсене çут пиçиххи туртса çыхнă (они повязывали). N. † Хура сăхман, ула пиçиххи мăкшă ачи çийĕнче.
пит
(пит, пит'), лицо. N. Икĕ аллипе питне тытса тӳсимасăр йĕрет, тет. N. Питĕнчен çиçсе ячĕ. Ударил в лицо. N. Сарă каччă памасан, питне тытса йĕрет-ĕçке. Байгул. Мĕн пăхатăр пирĕн пите? Пасарта хăмач курман-и? Мĕн пăхатăр пирĕн пĕве? Хусанта çурта курман-и? Сред. Юм. Пите пит çăвать, алла ал çăвать. (Поговорка). Ib. Алла ал, пите пит çăват. (Поговорка). Самар. † Улача кĕпе пит урлă, пирĕн тăвансем шыв урлă. || Щека. N. Ик хура хĕр пычĕ те, ик питĕмрен чуп турĕ. ЧП. Кив уйăхла тунă сăрасем, икĕ питме çапрĕ сăрăсем. N. Питĕсенче аш та çук. N. † Икăн-икăн (= иккĕн-иккĕн) пычĕç те, ик питĕмрен чуп турĕç. ЧП. Пĕр пичĕ уйăх, пĕр пичĕ хĕвел. Чаду-к. Упа пирĕн пăрува тытнă та, сылтăм енчи питне чĕрсе пăрахнă. Шел. 24. Ун пĕр пичĕ çийĕнче хĕвел тăнă выляса. N. Онта мĕлле питпе кайса кĕрес (с какой рожей). Якейк. Мĕн питпе эс мана паян пасарта халăх куçĕнче çапрăн. (Намăсран иртнĕскер, намăса пĕлменскер). Собр. Хăй намăс тăват, пите вăрăнассине пĕлмеçт, теççĕ. (Послов.). Орау. Хăйне хăй питне пĕçерчĕ (или: намăслантарчĕ, или: намăс кăтартрĕ). Ст. Шаймурз. Ятăр кайĕ ял çине, питĕр пиçĕ çын çинче. Шорк. Питне кĕççе çĕленĕ. Потерял совесть, стыд. || Припек (солнца). Ерк. 59. Шăрăх хĕвел питĕнчех пухă кĕрлет каçченех. Орау. Хĕвел питĕнче (на солнце) ăшă паян, сулхăмра шăнтать. N. Кавăн хăяр пекех хĕвел питĕнче аван ӳсет. || Сиденье (у стула)? Н. Байгул. † Атте пукан тунă чух, пукан питне савалаймарăм. || Лицевая сторона обуви до голенища. Янтик. Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе (= хĕрсене) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. || Верхняя корка каравая. В. Олг. Çăккăр пичĕ хытмас куарсăр. Ib. Çăккăр икĕ питлĕ полчĕ. Ib. Çăккăр пичĕ килеччен, пока зарумянятся хлебы. N. Кăш чухне тĕпĕ те, пичĕ те çунса кайни лекет, ун пек чухне пĕр апат çиме те çитмест. || Адресная сторона конверта. N. Ку ахаль çыру мар, ку укçаллă çыру; авă питне «вунă тенкĕ укçа хут» тесе çырнă. || Страница. || Переплет. Сред. Юм. Кĕнеке хытă пичĕ. || Наволочка. Алших. † Тăваткăл минтер хăмаç пит, ан хур аппа лараймăп. || Поверхность (земли). Чăв. ист. 29. Çĕр пичĕ пит аслă.
пит-шăлли
(-λλиы), полотенце. Альш. † Пĕррĕн-пĕррĕн килтĕмĕр, пĕр пит-шăлли çакрăмăр Ib. Халĕ ĕнтĕ чăвашра шурă (белый цвет) ал-шăллисемпе пит-шăллисенчен пуçне ахăр çук та-тăр.
пичетĕл
попечитель. Н. Якушк. Шурă хут çине çырнă хура çыру пичетĕлпе писсăр аллинче.
пичĕке
(пиц'э̆гэ), бочка. Букв. Пĕр пичĕкенĕн хĕрĕх кăшăл. (Купăста пуçĕ). Ск. и пред. 70. Унăн выльăх чĕрлĕхсем пичĕке пек çӳреççе. Череп. Пичĕке çăварĕ (закрывается пичĕке пăкки). N. Пичĕке пуçланă чухнехи кĕлĕ. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çӳлти турă, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çĕнĕ тырăпа сана асăнса пичĕке чӳклетпĕр. Йӳçсе тутлă калаçма пар. Шерпет сана, юççи пире. Акнă тырра-пулла пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илме пар. Çичĕ тĕслĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тытма пар. Авăртсан, çăнăх-кĕрпе перекетне пар. Виç пайĕнчен пĕр пайне ĕçмешкĕн, çимешкĕн, çынна памашкăн пар. Амин, çырлах! Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытма пар. Пĕр вĕç шывра, тепĕр вĕç картара пултăр. Улт уралă хурт пур: пĕр вĕç вĕллере, тепĕр вĕç чечекре пултăр. Амин, çырлах! Килĕшпе, ача-пчапа сана асăнса витĕнетпĕр". Турра сăхсăхса пуççапаççĕ те, тата çĕнĕрен савăш курки пуçлаççĕ. Савăш курки пуçланă чух пĕри пурне те тăрса çак сăмахсене каласа сăра ĕçтерет. «Ар-ывăлсем! хуçа калать: çĕнĕ тырăпа, турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври? тивмери? Тивмен пулсан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри? кĕрĕшместри? Кĕрĕшетĕр пусан, ура çине тăрăр турра кĕл тума. Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Эсир ар-çынсем, ака патне кайсан, апата пынă чухне, кĕпĕр хура пусан та, йĕмĕр шурă пултăр. Ар-ывăлсем, ура çине тăрăр! Хурăн-сурăн кассисем, ура çине тăрăр турра кĕлтума!» Вара вăсем пурте сăхсăхса пуççапаççĕ те, каллех тапратса калать. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр. Ун çинчен сана асăнса, витĕнсе, савăш курки пуçлас тетпĕр». Вара каллех сăхсăхса пуççапаççĕ: çулти турă тесе, кĕлтăва пуçлаççĕ. Кĕлтуса пĕтерсен, турра тав туса сăхсăхаççĕ те, пĕри тăрса сăмах калать. «Савăш курки савса ĕçмелле, турă та патша курки. Çӳлте турă, — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. Ут туртайми салат, ар çĕклейми хăмла янă, ача çĕклейми çăкăр. Ăна та калах пĕлмесен, çиччĕ те пиллĕк ĕçмелле. Кала пĕлекенĕ пĕрре ĕçмелле. Путене пулас та, ыраш ани çинче çӳрес. Кала пĕлменни карăш пулас та, хăмăш тĕпĕнчен çӳремелле. Кала пĕлекенĕ савнă арăмĕпе юнашар выртмалла; кала пĕлменни арăмĕнчен ури вĕçне кайса пуçа хыçса выртмалла. Урипе тапас, ури çитес çук». Ĕçтерсе çаврăнать те, тата ыйтать. «Ар-ывăлсем! Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр, тет. Ун çинчен ятлă курка пуçласа ятăмăр, тет. Сире тиври? тивмери? Тивнĕ пусан, ура çине тăрăр; тивмен пусан, кунта килĕр». Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ.
пулан
испускать пар (клубами). КС. Мулчаран пăс пуланçа тухать (густо). Сунт. Хура çĕрĕ те хавассăн пуланса выртнă.
поянски
неизв. сл. в загадке. Актай. Хура сăран аттипе, поянски пуççипе, кăримăски ĕçлĕкпе. (Чакак).
пул
пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.
пулса юл
обратиться во что-либо и остаться в этом состоянии. N. † Пичче пачĕ чĕн пушă, тытам пăхам, тенĕ чух, хура çĕлен пула юлчĕ. (Хĕр йĕри).
пулса пыр
постепенно совершаться. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 22. Еррипен çеç пулса пынă. || Оказываться, набираться. Кан. Пăртак тыткаламаллăх укçа та пулса пырать. || Сбываться. Ачач 74. Çавăнтан тинех хура-ула кушак çул урлă каçса кайни те пĕтĕмпех пулса пыма тытăнать. || Уродиться. Баран. 79. Çурхи тулă (надо: çур тулли; срв. по построению «çур тырри») акатпăр, анчах вăл çуллен çул пулса пымасть — шăнса каять.
пулса тăр
сделаться, становиться, образоваться, являться. N. Чул муклашкинчен ĕлĕххин пекех Иван пулса тăчĕ (из камня снова стал Иван), тет. Якейк. Çавăнтах куккуран ача полса тăрать (сделался). Альш. Каллах ял ялах, чăваш чăвашах, кил-йышĕ кил йышех пулса тăрат. Ал. цв. 7. Карташне ярса пуссанах, ури айĕнче шурă мрамăртан сарса тунă çул пулса тăрать. || Оказываться. Кан. Халь кĕсре 4 çула та çитмен пулса тăчĕ, налок та чакать. Çĕнĕ пурн. Çыраканнисем хăйсем юрă (= йурлă, необеспеченные) çынсем пулса тăрса (будучи), пустараймасăр тăраççĕ (книги). || Стать готовым. Букв. 1908. Тепĕр кунне вăсенĕн хут çĕлен пулса та тăнă (был готов). || Попадать. Синерь. † Атăл çинче шур пулă, шур пулă тесе, петĕм те, шур чул тĕлне пулса тăчĕ-çке. | Переодеться (переносно). В. С. Разум. КЧП. Вĕсен ун чух салтак пулса тăмалла-мĕн. 1) Им бы тогда следовало нарядиться солдатами. 2) Они тогда должны были нарядиться солдатами.
пулат
булат; булатный. ЧП. Шурă пулла касмашкăн пулат çĕçĕ кирлĕ ăна.
пулккăн
полками, стаями. N. † Пулккăн-пулккăн хур иртет, вырăс пулкки пулминччĕ. М. Тув. Хура шăрçа ярăмне сапса яма пулмарĕ; пулккăн-пулккăн хура хĕр, тĕксе яма пулмарĕ.
пумилкке
пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!
пур
пор (пур, пор), мел. Юрк. Шурă Атăл хĕрри хăйăрлăх, хăйăрĕсем шурă пур пекех. Сред. Юм. Пур, мел. Пшкрт. Пор, мел. Изамб. Т. Унăн çăварĕ пур пек. СПВВ. ТА. Пор — шур чул. См. пурă.
пурлан
поседеть. Пшкрт. Çӳçĕ куакланса, пурланса (поседели). Сятра. Кӳле аран тарса кĕрчĕ (чорт), тет те, утаманне калать, тет: мучăшă пур, ватăл(са), веç пурланса кайнă, уна епле çĕнмеле? || Буреть, изменить цвет свой на бурый. СПВВ. ПВ. Урпа пурланнă (налился, но еще не созрел). Ôрпа (сĕлĕ) пурлана пуçланă (налился и начал белеть). Чăв.-к. Хура вăрман хыçне сĕлĕ акрăм, сĕлли пулчĕ пурланса.
пурсайлă
имеющий борзую собаку. Тайба. † Çӳлĕ тусем çинче тилĕ юртать, кам пурсайлă çынсем, ай, çав тытĕ. Ib. † Çӳлĕ ту çинче тилĕ выртать, кам пурсайлă, çав тытать. ЧП. Çеçен хирти шурă кайăка, кам пурсайлă, çав тытĕ.
пурçын
(-з'ин), шёлк. СТИК. Ст. Чек. Пилĕкĕрте пиçиххи, пиçиххи, йĕпкĕн-хура пурçын мар.
пурттенкке
портянки. Юрк. Пите-куçа шăлкалакан алă-шăлли те сирĕн çапла хуп-хура-тăр çав, тесе ыйтат, — кăмака çумĕнче пурттенкке пек ирсĕр алă-шăлли çакăнса тăнине курсан.
пус
, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.
пусма
лестница. СТИК. Пусма, лестница у здания. Кан. Ишчейккăсем пусма тăрăх улăхса анни курса ларакансене питĕ те тĕлĕнтерет. Ib. Кашни йăттăн тенĕ пекех пусма çине пусса улăхас йĕрке урăхла. N. Хăшĕ пусмасем лартса хӳме çине хăпарнă. N. Пусмана чул çурт çумне тăратрĕ те, пусма кутне ваттине тыттарчĕ; хува çӳле хăпарса карĕ. N. Пусма тăрăх чупса хăпарса (анса) карăм. Микушк. † Атăл тĕпĕнче энче закладка пур, кĕрсе илме пусми çук. (Энче, драгоценный камень, так думает автор). || Крыльцо. ЧС. Пăлтăр пусми, кĕлет пусми. Бгтр. Посма вĕçĕнче (на крыльце избы) пĕр старик ларать, тет. Изамб. Т. Унтан пусма (крыльцо) патне пыраççĕ. Альш. † Сирĕнех пусмăрсем решетке: аллăрсенче симĕс перчекке. Хурамал. † Пусма вĕçне тăрса пăхса юлăр. ЧС. Анне пӳрт пусми çинче хуйхăрса ларат. Б. Олг. Хыйматлăх çатса тохат посма вĕçне утсане, тăратат. || Ступеньки крыльца. Альш. Ку сиктерет, тет те, сразу вунă пусмана çитерет, тет. N. Пусмăрсем пустав та, эп пусаймăп. Якейк. † Ати посми йĕс посма, килмен полсан, посман полсан, сăрланă посма полаччĕ. Ма килтĕм-ши, ма посрăм-ши? || Мостки. N. † Пуян хĕрĕ калпак çăват, пусми сайра пусмашкăн. || Стремя. N. Ылттăн йĕнер, кĕмĕл пусма. Сюгал-Яуш. Тата тепре пусрăм та, ман пусма çакланса ларчĕ. || Назв. всякой материи, кроме суконных материалов. Алших. Пурçăн пусма, шелковая ткань. Альш. Пусмасем-çипсем, таканасем-касмăксем курса пăхса çӳренĕ. Ib. Пусма кĕпе пит пусать. Нижар. † Тăрăх-тăрăх хура пусма, кĕпелĕх мар, кĕштеклĕх. Сунчел. † Лапка илемне кӳрекен, хрантсус пусма мар-ши çав? Кильд. † Улача кĕпе умĕ чăн пусма. Толст. Пуканине хăй хĕрлĕ пусма татăкĕсемпе тумлантарса пĕтернĕ. Имен. Пусма, бумажная материя. Ib. Пусма кĕпе тăхăннă. Ib. Ман пĕр пусма кĕпе те çук-ха. Сред. Юм. Хĕрарăмсĕн кĕпе арки вĕçне тытакан çитсӳне (ситец) посма теççĕ. Ib. Кĕпе аркине тытма хôра пôсма илтĕм-ха. Ib. Хĕрарăмсĕм кĕпе аркине тытакан хăмаçа пôсма теççĕ. Имен. Пусма — кĕпе арки тытмалли, тĕрлĕ тавартан касса кăларса, кĕпе аркине çавăнпа тытаççĕ. Ст. Чек. Пусма (ткань), пӳрне пусăм сарлакăшĕ, кĕпе аркине тытаççĕ. Ĕлĕк мăнтăр пусмаран касса тытнă, халь тĕрлĕ тавартан касса тытаççĕ. ЧП. Улача кĕпе сар пусма — арăмсенĕн юсанĕ. Изамб. Т., Янтик. Пусма, ситец. Пухтел. Çитсăпа пусма пĕр ятах (обозначает одно и то же). || Ясли. Питушк. || Назв. рыболовной снасти. Якейк. Пусма — алтăр пек, çипрен çыхса тăваççĕ.
пусса ларт
нахлобучить. Сунчел. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр, саккăр рет хушпуне пусса лартрăмăр. ЧП. Пуçăнти çĕлĕкне пусарах ларт (нахлобучить). Сунт. Улăм витнĕ пӳртсем шурă калпаккисене тата пусарах лартрĕç. Альш. Çĕлĕкне антарса ларт (нахлобучить). Çĕлĕкне пусса ларт (надвинуть на лоб). || Плотно усадить. Н. Лебеж. Тенкел çине пусса лартать (девицу). С. Айб. † Тенкел çине пусса лартрĕç (меня). N. Самсине пĕр енчен пурнепе пусса питĕрчĕ.
арлан
(арлан), cricetus fr., хомяк. Череп. Арлан. Хирте пăрçа ани çинче пурăнат, шăтăкне кукăр-макăр тăват. Хура арлан пулат, хĕрлĕ арлан пулат. Хура арлан хаяртарах (злее). Вĕсем иккĕш те йĕке-хӳре пысакăш. Вĕсем хытах xупаççĕ. Турх. Арлан. Сăрă, каçанĕ тăрăх (вдоль спины) хура йĕр анат. Аяккисем хĕрлĕ, хырăм-айĕ шурă, карланки айĕ хура. Вăрçтарсан, пит хаярланат, вăрçат: ăррр! тет. Çăварĕ пысăк карăлат, сарлака. Тырра çăварне тултарса илсе каят. Хӳри сурăхăнни пек, ури лапки шурă Н. Карм. Арлан, хире акнă тырра çиет. Хомяк ест посеянный в поле хлеб. Питушк. Арлан — кушак пак, пысăкки йытта та парăнмасть. Хомяк бывает величиною с кошку. Большой не поддается и собаке (ошибка?). В. Олк Арлан тăпра-шне алтса кĕрет, кошакран [нумай] пĕтĕкрех (кĕрентерех). Хомяк — животное поменьше кошки, живущее в земле. Тюрл. Арлан пăрçана çĕклет, кăкăрĕ шорă. Хомяк таскает горох. На груди белое пятно. Чушеево. Арлан — хомяк; рыжий; под брюхом черное; е крысу; хвост короткий; сердитый. Н. Седяк. Арлан. Хирĕçекен, çапăçакан кайăк; кутăн, кляузный çынна та арлан теççĕ. Хомяк — драчливое животное; также называюг и кляузного человека. СТИК. Арлан пек харкашат. Злится как хомяк. Так говорят о маленьких детях, ругающихся со взрослыми. Сред. Юм. Арлан пик. Пĕтик çын пит вăйла, õсал пõлсан, çапла калаççĕ (вариант: пĕчик çын вайла, õсал пõлсан, çапла калаççĕ). Точно хомяк. Так говорят о маленьких и при том сильных и злых людях. Тюрл. Арлан пек вăрçать. Злой, как хомяк. Зап. ВНО. Арлан пек хăрăлтатса тăратăн! теççĕ. Говорят: «Ты хрипишь как хомяк!» || Некоторые называют этим им. крота, но это, повидимому, ошибка.
арлă-пирлĕ
v. ignota, неизвестное слово в заклинании. Альш. Тĕтĕрни. Е пĕсмĕлле, турă çырлах! Тăвас чӳкĕ çырлахтăр, хывас вилли пиллетĕр. [Адам ятсăр çуралать этем Эй кутĕнче пĕр тĕк çав. Эти слова в рукописи зачеркнуты]. Е пĕсмĕлле, Адам ятсăр çуралмас. Атăл урлă, Сăр урлă лаша патман (чит.: Ашапатман) старик килнĕ — çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк; çав вĕрет те сурат та, кăларат та ярат та: ылттăн таканипе авăсса каларат, кĕмĕл шăпăрĕпе шăлса кăларат. Пăлат (булатным) çĕççипе касат та чикет те, кăларат та ярат та. Вĕрӳçе карчăк килте çук, пырса ярăтăм, укçи çук. Куç тух, куç тух! Каç кайса вырттăр, ир выляса лартăр; хăмла пек хăпартăр, çулçă пек саралтăр (надо: сарăлтăр). Сала-кăмпи салатса ярат, юман-кăмпи вĕрсе сурса кăларат. Ип пултăр, сип пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр. Суя тени тьăн пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр (пусть на этом кончится отчитывание). Кун кунлама кун патăр, çĕр çĕрлеме çĕр патăр, турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх (польза) пултăр. Çан (тело) çăмăллăхне, пуç сывлăхне патăр. Арлă-пирлĕ хура куç, юхса пыран юхăм шыв; юхăм шывпа юхса кайтăр, вĕçен çилпе вĕçсе кайтăр. Кун таврăнат (как вновь возвращается день) — таврăнтăр, çĕр таврăнат — таврăнтăр, пĕлĕт сирĕлет — сирĕлтĕр. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, ӳтĕнчен-тирĕнчен, шăмминчен-шаккинчен, сăнĕнчен-сăпатĕнчен, чĕринчен, чĕрни вĕçĕнчен тухса кайтăр. Куç тух! Куç тух! Юман-кăмпи çинче вуттăмас, Иван çинче куç тăмас. Куç тух! Куç тух! Тфу! Хура куç, сарă куç, çирă (карий) куç... куç, хура çынта хура куç, сарă çынта сарă куç, çирă çынта çира куç. Кун таврăнат — таврăн, çĕр таврăнат — таврăн, пĕлĕт сирĕлет — сирĕл — ыран та мар, паян та мар, халь, те пулин халех, тет. Куç тух! Тфу!
асăн
(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.
асар-писер
(азар- п̚изэр), daemones maij, нечистая сила. Альш. Çула кайсан, асар-писере тĕл пулас мар: чун хăранипе пăсăлса кайăн. Когда будешь в дороге, то как бы не встретиться с нечистой силой: со страха можно повредиться. || Atrox, horribilis, furens, similis iurenti. Страшный на вид, бешеный (о буре и т. п.). Сред. Юм. Таçтан пит чупса тавăрнчĕ, хăй пĕтĕмпе асар-писер пõлнă, çӳçне-пуçне тăратнă. Не знаю откуда прибежал; сам стал каким-то страшным, волосы его стояли дыбом. Ib. Пит хõра асар-писер çăмăр килет ĕнтĕ; кăçта кайса кĕрĕпĕр? Надвигается страшная гроза; куда бы укрыться (от нее)? Ib. Асар-писер тăман, сильный буран, мятель (метель), пурга. СПВВ. МА. Асар-писер — çăмăр пĕлчĕ хура, тискеррĕн килнине (калаççĕ). Выражение асар-писер употребляют, говоря о надвигающейся страшной, черной дождевой туче. Тюрл. Асар-писер тăвăл килет. Несется (сюда) бешеная буря. || Nonnumquam adverbii vim habet. Употреб. также в значении наречия. Ст. Чек. Арăмĕпе упăшки пĕр вĕçĕмсĕр çапăçса пурăнсан: вĕсем асар-писер пурăнаççĕ, теççĕ. Ib. Асар та писер пурăнат. Н. Карм. Ашшĕсем хĕрне савман çынна качча парас тесен, хĕрĕ асар-писер хăтланать (= хирĕçет): каймастăп, тесе. Если родители вздумают выдать дочь за нелюбимого человека, то она и рвет и мечет, не соглашаясь выйти за него за муж. Тюрл. Мĕн асар-пиеер çиленсе çӳретĕн? Что ты так злишься? Янтик. Лашана пит хваласа, хăй кăшкăркаласа, лаши сиккипе кайсан: ну, асар-писер карĕ у! теççĕ (помчался с страшной быстротой). Пшкрт. Азар-пизӓр, астумазы̆р туза п̚ыракры̆м васкаνиыβӓ. Впопыхах сделал чорт знает что. Хорачка. Ондан азар-пизӓр токса тарды̆м. Я убежал оттуда, страшно перепугавшись (хăраса ярса). || Absurd.e, inconcinne; inconstanter (loqui). Также значит непоследовательно, без толку. КС. Асар та писер калаçать, ним йĕркине те тупас çук унне. Мелет (болтает) без толку, так что ничего и не разберешь. Питушк. Асар-писер калаçат. «Хорошенько не говорит» (жулик).
аслати
(аслад’и), i. q. маçак, мой дед (отец моего отца). В прочих лицах: (санăн, сирĕн) аслаçу (аслаЗу), (унăн, вăлсен) аслашшĕ. Чертаг., Торхапы (около с Туван Курм. у.); Мыслец (ubi scr. est аслă ати). Юç. такăнт. 5З. Аран ахлатакан аслатия кăмака çине йăтса хутăмăр. Алик. Пирĕн аслатисам. Ой-к. Аслати çатмине çавăрса çапимĕн. (Йĕтем). Дедушкину сковороду не перевернешь и не бросишь. (Загадка; ток). || Tonitruum deus, бог-грома (аслаби, аслад’и). В этом зн. употребляется почти повсеместно, тогда как в первоначальном — лишь местами. Ст. Чек., Нюш-к., К.-Кушки, Бюрг. и мн. др. Аслати авăтать (авăтат). Гремит гром. Нюш-к. Аслати авăтнă чухне хура тумпа пулсан, аçа çапать, теççĕ. Говорят, что если во время грома будешь одет в черное, то тебя поразит громом. Ib. Аслати те йăвашланчĕ ĕнтĕ, ĕлĕк пĕтĕм çĕр чĕтретчĕ, чӳречесем чанкăртатса-çиç тăратьчĕç. Халĕ çиçĕм те питĕ сайра çиçет. Ĕлĕк хальхи йышши-çиç марччĕ. Уж и гром то притих, а прежде бывало вся земля дрожит, окна так и звенят. Теперь и молния совсем редко бывает. Прежде не так было, как нынче. Шурăм-п., № 27. Çур-кунне аслати сассине чăн малтан илтсен, чăвашсем, пиçиххисене салтса, силленеççĕ: чир-чĕр вĕçсе кайтăр! теççĕ. Услышав первый весенний гром, чуваши распоясываются, встряхиваются и говорят: «Пусть слетит с меня всякая болезнь!» Ч.С. Çумăр пит хăрушă аслати авăтса, çиçĕм çиççе пирĕн çинелле киле пуçларĕ. На нас стал надвигаться дождь с страшным громом и молниею, т. е. гроза. Собр. † Аслă Пăла çийĕнче аслати вылят, тиеççĕ; Кĕçĕн Пăла çийĕнче çиçĕм вылят, тиеççĕ. Говорят, над Большою Булою (река) гром играет, а над Малою Булою молния играет. Ст. Чек. Аслати туррăн, киремет(е) чăваш-кăна тунă. — Аслати турă сывлăшĕ. Турă пĕлĕтне уçса вут кăтартат, хăй хăватне çынна кăтартасшăн. Хăйĕн сывлăшĕпе аслап авăтат, хăй сывлăшне (хăй пуррине) пĕлтерме. КС. Аслати тăр-тăр-тăр (тŏр-дŏр-дŏр)! тутарать (так, что изба трясетея). Ib. Аслати халтăртатать. Ib. Аслати хӳлтĕртетет. Ib. Аслати шалтăртатать. Череп. Аслати калтăртатат. См. Золотн. 199. || De minis. Угроза. СТИК. Паян аслати кĕмсĕртетсе илчĕ-ха, çавăнпа шăпах; атту пусан çĕр çĕмĕреççĕ. Нынче на них угроза была, поэтому они и притихли; а то просто на головах ходят («землю рушат»). Так говорят тогда, когда старший в семье проберет маленьких шалунов. Череп. Аслати кĕмсĕртетсе илчĕ (так говорят, если старший задаст проборку, или если случится шумная ссора).
аслати турри
(т̚уϱϱиы; scr. аслă-атьи турри), deus-qui tonitrua in potestate sua habet, бог грома; ему молятся во время çумăр ӳчӳкĕ. Н. Шинкус. Аттик. Эй аслати (scr. аслă-ата) турри! Сана çак хура халăх ачисем витĕнеççĕ, сана пахăнаççĕ. (Из çăмăр ӳчӳк).
аслă
(аслы̆), magnus, amplus, latus, spatiosus, maior natu, maximus, summus, illustris, великий, обширный, широкий, большой, просгорный, старший, главный, знаменитый. Якейк. Хосан холи пит аслă. Казань очень большой город. Ст. Чек. Ку шыв — аслă шыв. Это большая река. Шарбаш. Шăмат туйĕ аслă. Шуматовская свадьба многолюдна. Ала 84. Кайсан-кайсан, пĕр аслă (i. q. мăн) вăрмана çитрĕ, тет. Через некоторое время он дошел до большого леса. Ев. Шăтăкĕ ĕлĕкхинчен те аслă пулнă, тет. Ст. Чек. Аслă пӳртĕн алăкĕ аслă. У большой избы большая (в отношении простора) дверь. Ib. Урапа аслă-ха, ларма çитĕ сире. Телега просторная, вам места хватит. Собр. Кĕçĕн пуçа чарайман аслă пуçа хĕн килнĕ, тет. Если не удержишь маленьких, то за это придется расплачиваться взрослым. (Послов.). Альш. Çитнĕ вĕсене. Çапах та «яшка-çăкăртан аслă пулмас»: ларат, сĕтел хушшине кĕрсе. Они уже сыты и всем довольны. Однако «больше хлеба-соли (похлебки и хлеба) не будешь»: идет и садится за стол (т. е. отказываться от хлеба-соли нельзя, не годится). Ib. † Елшелийĕн урамĕ аслă, урам. В Альшееве улицы широкие и длинные. Ч. П. Шурă шĕлепкенĕн хĕрри пархăт, ытла аслă тытни килĕшмест. У белой (войлочной) шляпы поля обшиты бархатом, но слишком широкая обшивка делает ее некрасивой. Ала 59. Аслă ĕшнере ут çултăм. Я накосил сена на широкой поляне. Якейк. Паян пасар пит аслă. Сегодня очень многолюдный базар. Байгл. Асла пуç, кĕçĕне тав! таршим челобитье, младшим привет! Ст. Чек. Эсĕ манран пĕр çул-кăна аслă. Ты только на один год старше меня. Расск. Фараон Иосифа аслă-аслă улпутсемпе тан туса вĕсенĕн хушшине кӳртесшĕн пулнă. Фараон хотел поставить Иосифа наравне с целым рядом знатных вельмож и ввести его в их среду. Чăв. й. пур. З4. Ĕнтĕ вăсене ялан та темĕн тĕрлĕ аслă-аслă çынсенчен ытла хисеплеççĕ. Н. Карм. Хурамалта выртан аслă киремет. Находящийся в Хорамалах главный киреметь. Истор. Чăн аслă турри Перун ятлă пулнă, вĕсем ăна аслати турри тенĕ. Самое главное божество называлось у них Перуном; они называли его богом грома. Якейк. Чăвашран сан пак аслă çын çок тетни-мĕн? Ты думаешь, что ты самый знаменитый из чуваш? Сала 91. † Пĕвĕр-сийĕр лайăх, ятăрч аслă, вăтанатăп умăрта тăмашкăн. Вы статны станом, и велика ваша слава — я стесняюсь стоять перед вами. || Maior sive amplior iusto. Также слишком большой. Ст. Чек. Ку кĕпе мана аслă. Эта рубаха мне велика. Ib. Ку тумтир сана аслăрах пулĕ. Эта одежда, пожалуй, будет тебе великовата. || Есть разница между «аслă» в «пысăк»: первое указывает на обширность предмета, второе вообщем на его размеры; поэтому «аслă», употребляясь в собственном значении, не может служить определением для имен предметов, которые обычно переменяют свое место или могут быть переносимы или перевозимы с одного места на другое. «Аслă» неприменимо и в тех случаях, когда указывают не на превосходство, а на относительную величину предмета. Поэтому всегда скажут: пысăк ача, большой ребенок (аслă ача — старший из детей); пысăк çын, человек большого роста; человек взрослый; пысăк ту, большая гора; пысăк çурт, большой дом (аслă çурт — большой и просторный дом); пысăк хурама, большой вяз; пысăк урапа, большая телега; пысăк чӳрече, большое окно; пысăк кĕнеке, большая книга; пысăк çĕлĕк, большая шайка; пысăк курка, большой ковш; пысăк алă, большая рука; пысăк куç, большой глаз; пысăк сĕтел, большой стол; пысăк хăма, большая доска.
Аслă-Кӳл
(к̚ӳл’), nom. amniculi (çырма), in Хура-Кӳл praef. Spasscensis, назв. речки (çырма) в дер. Каракуль (Хура-Кӳл), Юхмачинской вол. Спасского у. Каракуль. Пирĕн ялти çырмасем: Аслă-Кӳл, Çарăмсан, Кĕçĕн-Кӳлĕ. || Nom. amniculi, qui est prope vicum Kama prov. Simbiriensis, назв. речки около д. Влховоозерной (Каша), Сюндюковской вол. Симб. у. Каша. Аслă-Кӳл, вăл ĕлĕк пур çырмасенчен те тарăн пулнă. (Речка) Аслă-Кӳл раньше была глубже всех речек.
Аслă-Хура-Шыв
nom. vici in praef. Tschistopoliensi, назв. деревни в Чист. у. N. † Шурă Атăлăн, ай, çыран çук, Аслă-Хура-Шывăн ай хĕрĕсен....
аçа
(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!
аçам
(аз’ам), genus vestimenti longioris excrassiore panno confecti, quo frigidioribus temporibus utuntur, чапан. См. чаппан. Янт.-Норв. Унтан авалхи йăлапа хура аçам тăхăнат, тата хул айне хура хăрпуллă калпак хĕстерет те хуран умне чăркуçланса ларат. Потом (старик Пимулла) надевает по старинному обычаю черный чапан, засовывает подмышку шапку с черным околышем и встает на колени перед котлом. (Из обряда «уй чӳк туни»). То же слово и в Орау.
Атăл
(Ады̆л), Rha, fluvii nomen, Bonra, Волга. Нюш-к. Атăл урлă каçнă чухне пĕр ачана, чĕч-ачине, тăлăп çанни ăшне чиксе каçарнă, тет. Çав ача, ӳссе, ялсĕм тăва-тăва хăварнă. Когда переправлялась через Волгу, то одного грудного ребенка перевезли в рукаве тулупа. Этот ребенок потом вырос и понастроил деревень. (Отрывок из какого-то предания, мне целиком не известного). Сред. Юм. Вун-тăваттă çапсан, Атăл пăрĕ каять. Когда день становится равным четырнадцати часам, на Волге начинается ледоход. (То же и в Якейк.). Собр. 70. Атăл хĕрринчи пĕлĕт кăвакарсан, тăман пулат, теççĕ. Если со стороны Волги небо посинеет, то, говорят, будет мятель. Шурăм-п. № 7. Атăл хĕрри кăвакарсан, çанталăк ăшăтать. Если небо со стороны Волги посинеет, то будет тепло. Чув. прим. о пог. 86. Атăл хĕрри кăвакарсан, çăмăр пулать, хĕлле ăшăтать. Если со стороны Волги синеет, будет дождь, а зимою-тепло (Чебокс. у.). Б. Олг. Атăл хохсассăн, тырă акма пĕлме лайăх: пит хохат-тăк, малтан акас полат; час хохмас-тăк, тăхтас полат. Но убыли воды в Волге можно определить, когда надо сеять: если убыль сильная, то надо сеять раньше, а если медленная, то надо подождать. Тораево. Атăл урлă каçсассăн, ăс кĕрет. Если перейдещь через Волгу, ума прибавится. (Послов.). Тоскаево. Атăл хĕррине çитмесĕр аттăла ан хыв, теççĕ. Пока не дошел до Волги, не снимай с себя сапог. (Послов.). N. Атăла курмасăр аттуна ан хыв. (Послов.). N. Хур хыççăн чăхă Атăл урлă каçаймĕ. Курице не перелететь за гусем через Волгу. (Послов.). Н. Карм. Атăл урлă лăпсăр-лапсăр упа каçат. (Утă лавĕ). Через Волгу тащится косматый медведь... (Загадка: воз с сеном). ЙӨН. Атăл леш енче çын сасси, çын сасси мар, пурт сасси; Атăл ку енче çын сасси, çын сасси мар, чан сасси та йыт сасси. На той стороне Волги человеческие голоса, — не человеческие голоса, а стук топора. На этой стороне Волги человеческие голоса, — не человеческие голоса, а колокольный звон и собачий лай. (Текст песни, кажется, передан не вполне точно). Н. Изамб. † Атăл айĕнче (= А. хĕрринче) аллă хур, пурте ула хур. На берегу Волги пятьдесят гусей, и все они пестрые. Юрк. † Хур курассу килсессĕн, Атăл айне анса кур. Если тебе захочется видеть гусей, сойди на Волгу. Ст. Шаймурз. † Атăл варринче улма йывăç, çулçи сарăлминччĕ шыв çине. Посреди Волги — яблоня; хорошо, если бы ее листья не распустились над водою. Ib. † Кăçал Атăл çийĕ шăнмарĕ, варринче шурă пулă вылярĕ. В этом году Волга не замерзла, и на ее средине играла белуга (?), Собр. † Сивĕех енчен çилсем вĕрсен, Атăлсем шăннине çавăнтан пĕл. Если подуют ветры с холодной стороны, то знай, что замерзла Волга. [Мн. ч. в этом отрывке употреблено вм. ед. ч.; перевод его, помещенный в моем «Оп. исслед. чув. синт.» I, 81, м. б. и неправилен (некоторые его оспаривают), хотя он и было снован на толковании одного чувашина, хорошо знавшего родной язык]. Микушк. † Атăлсем тулли шыв юхать; ишес пулсан, епле ишмелле? Течет полною рекою Волга, — как плыть по ней, если придется плыть. Янш.-Норв. † Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, шывĕ юхать пĕр тикĕс. Две Волги и одно море, их вода течет одинаково равномерно. ЧП. Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, юхайинччĕ шывĕ пĕр тикĕс. Ст. Чек. Атăл çинче пăр шăнса ларса çитмен = Атăл куçĕсем питĕрĕнсе ларайман-ха. V. шыв куçĕ. К.-Кушки. Ну, Атăл çинче ӳпре нумай та! Ну, и много же на Волге (т. е. над Волгой) мошек! ЧП. Атăлпалан тинĕсĕн хушшинче икĕ купса ларать сут туса. Между Волгою и морем сидят два, купца и торгуют. Алших. † Атăлтан арпус туха-çке (= тухать-çке) тулса тухнă уйăх пек. С Волги привозят арбузы, похожие на полный месяц. В. Тимерс. † Атăлĕсем тарăн пулмасан, юхаймĕччĕ-çке киммисем. Если бы Волга не была глубока, то по ней не могли бы плыть суда. Якейк. Йăван Атăла кайнă (так и в Череп.). Иван утонул в Волге (Срв. ib. Олатимĕр пĕвея кайнă. Владимир утонул в пруду). Ib. Атăл çине (так и в Череп.) ĕçлеме карĕ. Ушел работать на Волгу. Ib. Атăл çинче ĕçлет (так и в Череп). Работает на Волге. К.-Кушки, Череп. Атăла пулă тытма кайнă. Отправились ловить рыбу на Волгу. Кильд. Атăл çине вак касрăм. Я прорубил на Волге прорубь. N. Çула Атăлтан пулă тытса пурăнаççĕ. Летом (они) ловят на Волге рыбу. N. Тепĕр кунне ирех Атăл шывĕ çыран хĕрне (= хĕррине) илчĕ. На другой день, рано утром, Волга залила берег. || В Чист. у. так называют и Волгу и Каму, а Белую — Шур Атăл.
Кăвак Атăл
Rha Caeruleus, nom. fluminis, quod In carminibus tantum mvenitur, Синяя Волга (встреч. только в песнях). Сунчел. † Кăвак Атăл хĕрри кăвак йĕтĕн, Шурă Атăл хĕрри шурă йĕтĕн. На берегу Синей Волги — синий лен, на берегу реки Белой — белый лен. Бугульм. † Шур Атăл хĕрри шурă йĕтĕн, Кăвак Атăл хĕрри кăвак йĕтĕн.
Хура Атăл
(Хура Ады̆л, Хурады̆л), Rha Niger, nom. fluminis, quod in carminibus invenitur, Черная Волга (встреч. в песнях). || Rhа. Гайтанк. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывĕ ĕçмерĕм. Не переправился я через Черную Волгу, не испил воды Белого моря. ЧП. Хура Атăл çинче хура акăш. На черной Волге черный лебедь. N. † Хура Атăл хĕрринче хурлăхан татат пĕр ача. На берегу Черной Волги мальчик рвет черную смородину. Буин. † Хура [quo deleto Шурă, scriptum est, hand scio an falso) Атăлăн хĕрĕнче хăва çăвăлчи çурăлать-ĕçке. Те каятăн те юлатăн, унччен ăшăм çуна-çке (i. е. çунать-çке). На берегу Черной Волги распускаются листья тальника. Я не знаю. Уйдешь ли ты, или останешься, но ожидание томит мою грудь.
атма куççи
(к̚ус’с’и), id. esse videtur, quod praec. v., повидимому, то же, что атма куçĕ. СПВВ. Х. † Шурă пулла тытмашкăн, атма куççи кирлĕ ăна. (Один толковал так: «надо иметь большие глаза», что очень сомн.).
атяп
(Адап), nom. pr. fem. личн. имя женщ. СТИК, Чирикеево (Верхне-Тимерс. в.), Ст. Чек. || Eodem nomine mulieres sordidae appellantur. Так же называют неопрятных женщин, без сомнения, сравнивая их с какою-то женщиною по имени Атяп. СТИК. Атяп тесе, пирĕн питĕ тирпейсĕр, хура тутăрпа, сурпанпа çӳрекен хĕр-арăма калаççĕ. Словом Атяп у нас обозначают очень неряшливых женщин, которые ходят в грязных платках и сурбанах. (То же и в Ст. Чек.).
атча пуçлă
(п̚ус’лы̆), cum capite infantis (de serpente dictum est), имеющий голову ребенка. Образцы 67. Хура та çĕлен, ача пуçлă, çӳрерĕ те хăмăш тĕпĕнче. Черная змея с головою ребенка (т. е. с головою, как у ребенка) ползала у корней камыша.
ачашлантар
(-дар), mollem reddere, lascivire sinere. Понуд. форма от ачашлан. О сохр. здор. Эпир, сивĕрен хăраса, хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлантарса яратпăр. Если мы будем одеваться с ранней осени (до снега) в шубы и никогда не будем ходить босыми, то мы действительно изнежим себя.
-ах
(-ах), particula definitiya, quae proprie quidem ean-dem vim habuisse videtur, atque adverbia Latina modof tan-tummodo, nunc vero hoc modo adhibetur. Ограничительная частица, которая первоначально, повидамому, имела значение русского наречия только, теперь же ставится в следующих значениях. Ad augendum ponitur et cumulandum. Выражает усиление. Ст. Чек. Кунтах вĕт, ста каятăн тата шырама? Ведь (это) здесь (а не в другом каком-либо месте), куда же ты идешь искать? N. Çăл хĕррипе танах (прямо вровень) ларать. Регули 1343. Утсам-сăрах йолчĕ вăл. Кĕнекесĕрех пĕлет. Остался совсем без лошадей. Без книги знает. Ib. 1346. Эп она арăмăнах илем. Пусть она вдова, я ее все равно возьму. Çавăнпа утăнах корнать. Кажется точь-в-точь как лошадь. Скотолеч. 20. Кирек мĕнле суран пулсан та, малтан юн тухать, хăш чухне хытах (совсем сильно) юхать. Шурăм-п. № 4. Çакна Митюк амăшĕ вилнĕ те, хăй ачишĕн хăрасах кайнă (сильно испугалась): çăпан ан тохтăрах! (как бы, сохрани бог, чирей не выскочил). Альш. Никамах та палласах каймастăп-ха эпĕ ял çыннисенчен, Пăрăнтăксенчен. Я еще в сущности не знаю никого из деревенских, бурундуковских. Орау. Хĕрĕ тарсах каймаçть (т. е. не совсем противится ухаживанию). Регули 1361. Ватах мар. Не очень стар. Ib. Париш нумай илтни? Пат те нумаях илмерĕм. Много ли взял барыша? Не очень много. Ib. 1356. Çичĕ орапа полĕ-и? Он чолах çок (или: полимĕ те). Будет ли семь телег? — Столько не будет. Ib. 1359. Хăнча-та-полсан тытăп-тытăпах. Когда-нибудь непременно поймаю. Ib. 1342. Çăвашлах пит пĕлмест. По-чувашски он не очень то знает. Ib. 1340. Çолтан-çолах ватăлах пырать (поянланах) пырать. Контан конах çăмăлăн (çăмăлтарахăн) тойăнать (çăмăлланах пырать). Из года в год все старится (все богатеет). Из дня в день все становится легче и легче. Ib. 1506. Тытасах (тытас) мар полсан, тытмăпăр. Каймаллах мар пулсан, каймăпăр. Сред. Юм. Пит каясах тесен (если уж очень хотите итти), кайăр эппин. Регули. 1452. Эп она ачаннах корса. Я его видел еще ребенком. Орау. Питĕ вайлă тунă-пш? — Хытах хĕненĕ, тит. Очень здорово (сильно) отделали его (били)? — Говорят, что совсем здорово отколотили. Капк. 1929, № 1З, 6. Кунта паçăртанпах тăракансем пур. Здесь есть люди, которые пришли сюда давно («еще с давешних пор»). Регули. 1452. Эс каясшăнччĕ, каях. Он каяс килет полсан, кайтăр вăл. Ты хотел идти, так уж иди. Если ему хочется идти, пусть он идет. Орау. Тур куртăрах сана! Пусть же тебя бог накажет! Ib. Йытă çытăрах сана! Пусть же сьест тебя собака! Ib. Кашкăр тыттăрах ку чĕмерене! Пусть волк поймает эту дрянь! Якейк. Кĕрсе выртăрах, анчах пирĕн çималли çок. Ночуйте, но только у нас нет ничего съестного. (См. Оп. иссл. чув. синт. II, 144). || Aut ad definiendum diligentius. Уточнение. Якейк. Копайăнах (по копне) торттарса пĕтертĕм. Ib. Копипех тияçа килтĕм. Я привез сразу всю копну. Ала 4. Хопаха кĕчĕ, тет, лашине толах кăкарса хăварч, тет (т. е. не въезжая во двор). Регули. 1347. Эп сана окçанах памăп, таварăн парăп. Уж я тебе деньгами-то не дам, а товаром дам. N. Ман хулана ыранах (завтра же) тухса каймалла. Собр. 212. † Ирхине тăтăм, хура вăрман çинче сасă илтрĕм. Вăл сасă сасах пулмарĕ, курайман тăшман сивĕтрĕ. || Praeterea ponitur, ubi de eadem re aliud quippiam praedicatur. Тождество. Регули 1334. Ĕнер килекенĕ çав çынах. Çав çынах исе кайрĕ. Ib. 1ЗЗЗ. Çак кĕнеке çакăнтах выртать. Ст. Чек. Çак лашах кĕрсе таптарĕ-и? Ib. Çак лашах çамрăк чухне хĕрĕхшер пăтпа çӳретчĕ. Вот эта же самая лошадь, когда она была молодая, возила по 40 п. клади. || N. Тунă тунах, лайăхрах тăвас пулнă. Если уж делать, то надо было сделать получше. Çырнă çырнах, лайăх сăмах çырас. Изванк. Пирĕн каларĕç: пĕр тутарнă тутарнах, луччĕ аван тĕплĕрех тутарас, терĕç (= лучше заставить лучше сделать, если уж раз мы заставляли сделать, т. е. моление). || Ad confirmandum quoque adhibetur. Или утверждение. Янтик. Каланах ĕнтĕ эсĕ ăна аçуна, чăтаймастăн нимпе те! Ты непременно скажешь это отцу, никак не утерпишь! N. Тарçă тарçах вăл, çавăнпа сурăхсене пăрахса тарать вăл. Якейк. Пор порах, çок çоках. Достаток, так достаток и есть, а бедность, так уж бедность и есть (богатству нельзя сравняться е бедностью). Орау. Те ку япаласене шухăшласа кăларса çырнă, те ун пек ухмах пулнах та вара. Неизвестно, выдумка ли это («утка»), или же подобвый дурак существовал в действительности. Якейк. Каймастнах поч, ача! Нет уж, видно, ты не пойдешь! Альш. Патша калат тилле: тилĕ, сан каччу аванах иккен, тет. Царь говорит лисице: «Лиса, предлагаемый тобою жених действительно, кажется, хорош.» || Aut ad eligendum. Или выделение. N. Çырмасăр хăварас мар; ытлашши çырсан та, çырниях аван. Непременно надо написать; хоть и лишнее напишешь, а все-таки лучше написать. N. Кайниех аван. (Все-таки) лучше пойти, чем не пойти. || Aut ad modum rel constituendum. Или ограничение. О сохр. зд. Ерекен чир тумтирсенчен патакпа хулласах каймасть (одним выбиванием). N. Мана укçа кирлĕ мар, эп çак çăмарташăнах (только ради этого яйца) килтĕм. Якейк. Çак килтен паришах пин тенкĕ илет вăл (одного чистого дохода). Ib. Паянах мар, ыран та килĕп. Ib. Он çортсам Хосантах мар, Москавра та пор. Ib. Вăл вырслах мар, тотарла та пĕлет. Регули 1362. Пĕр çынах мар пырса онта. Не один только человек приходил туда. Ib. Маннах мар çохалнă. Не у меня одного пропало. Ib. 1364. Вот татмах кайри (= кайрĕ-и) вăл онта? Он пошел туда только для рубки дров? Ib. 1335. Çавăншăнах çиленчĕ вăл. Он рассердился только из-за этого. К.-Кушки. Вăл кĕнекене эпĕ икĕ тенкех илтĕм. Я купил эту книгу только за два рубля. Регули 1491. Эпĕрех мар (эпĕр анчах мар) корса, вăлсам та корса. Вăл вырăслах мар, тотарла та поплет. Изванк. Кашни чӳклемесерен урăх кĕлĕсемпе кĕл-тăваççĕ, пĕр кĕлĕпех кĕл-тумаççĕ (а не одною только). || Nonnumquam significat simulac, simulaique. Иногда значит как только. N. Эпĕ, татсассăнах, ыратнине пĕлмерĕм. К.-Кушки. Пырсассăнах каларăм. Я сказал об этом тотчас по приходе. Регули 234. Йор çусанах (çусассăнах) ирĕлсе каять. || Praeterea ponitur in sermone desperantis aut, quid agat, nescientis. Иногда выражает растерянность или отчаяние. Якейк. Коланай пама окçа штан топасах? Положительпо не знаю, где взять денег для уплаты податей! Ib. Шта ларасах ар? Йăлтах ăвăнса çитрĕм! (положительно не знаю, где сесть). Ib. Мĕн тăвасах? Мана тытма килеç, тет! Что делать? говорят, идут меня арестовать! || Alia, quae hue pertinent, exempla v. in. — ех. Другие относящиеся сюда примеры см. в статье — ех.
ахаль пул
frustra esse, ad irritum redire, sine eventu esse, не иметь последствий, оказаться тщетным. А. П. Протп. † Атăл варрине чул ывăтсан, хăçан калле тухни пур? Шурă çине хура ӳксен, хăçан ахал, пулни пур? Если в Волгу бросить камень, то когда бывает, чтобы он воротился назад? Если на белое попадет черное, то когда бывает так, чтобы это прошло даром? (Если кто попадет в списки призывающихся в солдаты, то уж тому быть в солдатах). Ст. Яха-к. Унтан вара пирĕн килĕш-чиккинчи çеммесем (i. q. çемесем): ку киреметсене чӳклени ахалех пулчĕ, тесе çӳре пуçларĕç. После этого наши домашние стали говорить, что это моление киреметям оказалось тщетным. Якейк. Кĕркоришăн Ишеке çӳрени ахалях полчĕ: черлимарĕ, виç контан вилчĕ. Путешествие ради Григория в Ишаки оказалоеь напрасным: он не поправился, и через три дня умер.
ахаль те
(т̚э, т’ ̚э), vox assentientis, qui rei alicuius veritatem agnoscere cogitur, allatis ab altero probabilibus argumentis. Proprie vero idem est, quod et sine istis, argumentis scilicet, quae ab altero afferuntur, aut rebus, quae ab eo narrantur. Восклицание человека, который слышит нечто для себя невероятное, но тут же, после приведения доказательств, соглашается со сказанным. Ст. Чек. Ахаль те! А ведь и в самом деле так! Ib. Ахаль те! эп астуман та (мне невдомек). || Nonnumquam conclusionem significat et ponitur in exitu sermonis. Это выражение служнт для того, чтобы сделать окончательный вывод или решительное заключение из всего сказанного выше, при чем могут быть приведены и новые данные, подтверждающие то, что уже было сказано раньше. По-русски в этом случае ставят: и вообще, да и вообще, да и в самом деле, да кроме того. О сохр. здор. Çын çав алсемпех куçа шăлать те, ун та вара куçĕ пăсăлать. Ахаль те чăвашсен куçа хура алăпах шăлаççĕ. КС. Ахаль те, унта мĕн тума каяс? Мĕн хыпмалли пур унта? Да и в самом деле, зачем (нам) туда идти? какой будет нам от этого толк? Ib. Ахаль те хăйсем ытла та ашăхса кайнă çав. Да и вообще они уже слишком многое себе позволяют (избаловались и пр.). N. Никамăн та ун пек çынна хăйсенĕн хĕрне парасси килмест. Ахаль те тата ыттах выçăлă-тутăлă касăлса, тертленсе пурăнмалла çĕре. Никому не захочется выдать свою дочь замуж за такого человека, да, кроме того, в семью живущую впроголодь. Альш. Ахаль те çур-куннесенче пырса кĕмелле мар; çĕр лайăх типсе çитиччен, пĕтĕмпе шыв пулать. Да и вообще весной туда не доберешься; пока земля не просохнет, там стоит болото. || Sic quoque, и без того уже. Якейк. Йăван, эс ма пĕр чарнмасăр ĕçлетĕн, ахаль те пуйса кайнă-çке. Иван, что ты все работаешь (без остановки), ведь ты и так разбогател!
ахах
(аhах), i. q. (то же, что) акак. Н. Карм. Lapis quidam, cujus duo sunt genera, unum, quod чăн ахах appellator, magnoque pretio emitur, alterum, quod cyяxax (i. e. cyя axax) vocant, villus est. Камень, двух родов; один из них, чăн ахах, ценится дорого, другой, суяхах (т. е. суя ахах), — дешевле. Ib. Ахах — мăй-çыххи тăваççĕ. Ахах — из него делают ожерелья. Ч. П. Ахахĕсем хĕрлĕ. Сердолики — красные К. Кушки. Ахах — бледно-красного цвета (редкость). Т. II. Загадки. Атăл урлă ахах куртăм. (Палан; в той же загадке, записанной другим лицом в Раковой, вм. палан поставлено пăлан, что, конечно, не имеет смысла). Через Волгу я увидал сердолики. (Калина). Ex quibus exemplis facile colligere possumus rubro colore esse. Эти примеры доказывают, что цвет камня — красный. Ib. Тĕпсĕр тинĕсре ахахсем выртаççĕ. (Çăлтăрсем). В бездонном море лежат сердолики. (Звезды). Ч. П. Ахах куçлă çĕрĕ. Перстень с сердоликовым глазком. Ib. Ахах куçлă çĕррĕм пур. У меня есть перстень с сердоликовым камнем. Ib. Кĕмĕл çерĕ ахах куç. Серебряный перстень с сердоликовым камнем. Альш. † Хура вăрман витĕр тухнă чух çунам тупан, ахах пулинччĕ! Ах, если бы при проезде через большой лес полозья моих саней стали сердоликовыми! || Qui margaritam esse putant, falluntur. Некоторые считают ахах за жемчуг но, как видно из предыдущего, ошибочно. См. ĕнчĕ. || Nunc quidem per inscitiam etiam alias gemmas viliores ex vitro aliave materia con-fectas eodem vocabulo appellant. Так как в настоящее время чуваши уже не видят настоящих драгоценных камней, то они перенесли назв. ахах на некоторые искусственные бусы. Т.-И.-Шем. Çынна çуса вырттарсан, сăмси шăтăкĕсене, хăлхи шăтăкĕсене, куçĕсем çине пурçăн (шелк) хураççĕ, çăварне ахах чулĕ хыптараççĕ; е нухрат хыптараççĕ. — Ахлатса вилнĕ çынна ахах хыптарас, теççĕ. Когда покойника обмоют и положут, то кладут ему в ноздри, в уши и на глаза шелку, а в рот — ахах чулĕ или старинную серебряную монетку (какие употребляются для приготовления женских уборов). Они называют это: «дать в рот человеку, умершему со вздохами, камень ахах (зам. народную этимологию). — Далее автор рукописи пишет уже по-русски: «Не отсюда ли и название ахах? Мне показывали и самый ахах: граненая стеклянная бусинка, поддельный жемчуг». Из его последних слов мы видим ясно, что жемчуга он никогда не видал.
суя ахах
(суjа), sarda ficticia, поддельный ахах. Ст. Чек. Прокоп. † Сирĕн пӳрт шурă-мĕн: тăват кĕтессинче тăват ахах; суя ахах мар-мĕн, чйн ахах. У вас изба, оказывается, по-белому: в четырех углах четыре сердолика; не поддельные, оказывается, сердолики, а настоящие.
хур ашĕ
(хураш, хуражэ̆), anserina, гусятина. КС. Вăсем мана хур аш яшки çитарчĕç. Они меня накормили супом из гусятипы. Альш. Хур ашлĕ пăтă. Каша с гусятиной. То же и в Ст. Чек.
пустар
заставлять наступить, давить; позволить наступить и пр. Ск. и пред. 21. Халиччен çынна култарман, ури çине пустарман. Альш. † Хусахсем те утланнă хура ут ялан тумхах çинчен пустарат. Юрк. † Утлантăм та кустартăм эпĕ турă утма, шурă мулкаç çине пустартăм. Çĕнĕ Пурăнăç. Унта (туда) пире ярса та пустармаççĕ (не допускают совсем). || Отдать материю в набойку. Золотн. || Заставить валять, дать валять. || Печатать. Истор. Москвара вĕсене кура кĕнекесем пустарма тытăннă. N. Çапла алăра çӳрекен хай хутсем станпа çаптарма юрăхлă пулсан, эпир вĕсене пурне те станпа пустарăттăмăр. || Отделать, обить, обшить, вышить. Бигильд. † Тимĕр-кăвак лаша çинче йĕс пустарнă йĕнер пур, теç(çĕ). В. Байгул. Эпир тытас тытмине шуçпа пустарса хывнă, унта ылтăн çĕрĕсĕр тытас çук. ЧП. Çинчен шăрчăк ука пустартăм. Юрк. † Тытса хăпарас карлăкне йĕс пустарнă. N. Апи, хăна валли кивĕ кĕрĕк çине хура пустарса...
пус
, пос, поле. См. пусă, пусу. Тайба Б. Пиртен уçăм пусси инçех мар, малти чӳречерен курăнать. Юрк. Хура пус, çур тырри пусси. ЧП. Пус варĕнчи улма йăвăççи.
пусар
, посар, (-зар), придавить. М. Васильев. Порăкне çил йăвантарса ямантан тăпра моклашкипе посарать. N. Араслан урипе пусарнă та, калать: малалла пăхмасăр хăрас çук ĕнтĕ, тет. N. Хуласенчи çынсем пурте, çуртсем куçса пусарасран хăраса, хуласенчен тараççĕ. N. Йывăр чул пек пусарса тăрать. N. Иçĕм-çырли шывне пусарса кăлармалли вырăн. ТХКА 76. Çапла каласан, пирĕн хура йытă тирĕнчен çĕленĕ çĕлĕке сылтăм аллипе çамки çине пусарсах лартрĕ. N. Слонĕ ун çине кайса ӳксе, хăйне те çавăнтах пусарса вĕлернĕ. Чем люди живы. Манăн упăшкама та халĕ анчах пытарчĕç, вăрманта йывăç пусарса вĕлерчĕ. || Топтать. N. Вилнĕ çын тăприне те: умăнта пултăр, тесе, таптаса пусарса хăвараççĕ. || Уложить. Хурамал. Çӳле йăвăç нумай пусарнă. Сверху на крышу наложено много лесу. Альш. † Çав çулçине кам пусарĕ, пусарсан пусарĕ лăпкă çил (на одном месте уложит). Н. Тим. † Кӳлсен кӳл лашуна паррипе, аслă çул тусанне пусарма. С. Айб. † Кӳлсен кӳлĕр утăра паррипе, аслă çулăн тусанне пусарма. || Мочить (коноплю). Пшкрт: канды̆рзан'а шуа позараччы̆. || Посадить наседку; сажать на яйца для выводки. В. Байгул. † Аттепе анне пусарнă чăх-чĕпписем пахчаран пахчана саланчĕç. Вир-ял. † Анне пусарнă чăх-чĕппи пахчаран пахчана саланчĕç. Бюрганский. Ак, ме сана чăхă; эпĕ сана савса илсе килтĕм; пусарасса та санăн ятна тесе асăнса пусарнăччĕ. Альш. Хур-кăвакал пусараççĕ Элшелсем йышлăн. Ib. Хăшин-хăшин çавăнпа виç-тăват пӳртлĕ те пулаççĕ: путексем-пăрусем хупма, ĕне-выльăх кӳртсе пăтратса кăларма, хур-кăвакал пусарма пӳрт кирлĕ. || Валять. Ст. Чек. Тăлана пусараççĕ: тăлана тăршшĕпе хутлам-хутлам хутласа, çине те, айне те хăма хурса, кĕлет пĕрени айне хураççĕ, тăлан аялти хăмине йывăçпа е хулăн хăмапа, ун айне, вăрăм пуçĕ еннерех, пукан вырттарса, вăрăм пуçĕнчен пуçĕнченех аялалла пустарса тăма йывăр япаласем хураççĕ. Пусарнă тăла тикĕс, яка пулать. Орау. Тăлла пусарса хутăмăр-ха паян, епле картланĕ. || Усмирять, успокаивать. Кан. Контрреволюциллĕ пăлханăва пусарнă, тесе пĕлтернĕ. N. Киприан шуйттанпа тавлашса каланă: сирĕн вăйăр çапла-и? сире вăйсăр хĕр те çĕнтерет, тенĕ. Усал Киприана пусарса каланă: эпĕ ăна улталаса çылăха кӳртме урăх май тупăп. || Укротить. О пьяницах. Ӳтне пусарасшăн тăрăш. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасене йывăр хуйхă ӳкрĕ — пусарчĕ. || Успокоить, утешить. С. Айб. † Тусан тăвăр тусăра саррине, ăшăртан хуйхăра пусарма. N. Манăн хамăн укçа çук, çавăнпа хуйха пусара пĕлместĕп, тенĕ. N. Ăша пусар, утешать. N. Унтан вара хуйхăна пусар. N. Эс те пусан ман кăмăла пусар. || Оплодотворять (о самцах). Вĕлле хурче 21. Ват амăшне питĕрмесен те хăруш мар, çамрăккине, сăрă (трутень) пусарманнине, питĕрес пулать.
хура пусу
паровое поле. ЧП. Хура пусу хĕрри (исправлено: хура пус хĕрри).
пусу хапки
полевые ворота. ЧП. КС. Пусу хапки, ворота, выводящие на хура пусу (паровое поле).
пусă кашти
[-τиы), оцеп. Собр. Хура така кучĕпе те (сĕкет), пуçĕпе те сĕкет. (Пусă кашти).
пусă
(-зы̆), отдельные части поля. Изамб. Т. Ыраш пусси, çуртăри пусси. Ib. Çапах пусса-пусса ята виçшер теçеттине тивет (на душу в каждом поле). N. Пĕр пусă актар. Юрк. Ĕлĕк пĕр анана яхăн акакан çын, халĕ пусса-пусса улт-çичĕ ана ака пуçлат. N. Çавăнпа вăл çĕре темиçе пусăва уйăрсан, кашни пусăра çĕр пăртак-пăртак анчах тивмелле. Землед. Сирĕн пусси-пуссипе мар-и мĕн? тетĕп. — Çук, — теççĕ. Вĕсем пĕрмай урăх тырă акса пыраççĕ, вĕсен хура пус çук. Сред. Юм. Пôсса çитех кайрăн-а эс. Разве ты ходил до самого поля. ЧП. Пусă урлă килмесĕр. Ib. Сарă пусăпа çӳренĕ вăл.
хура пусă
паровое поле. N. † Уй варинчи тунката хура пусăра хурлăхлă.
пусăран
пусрăн, (-зы̆-), осесть, слежаться. Ст. Чек. Шурăм-п. Кăçал юр çанталăк ăшăтичченех çуррине яхăн пусăрăнчĕ. Çутт. 114. Пур çĕрте те шурă юр хĕвел ăшшипе пусăрнат. Толст. Пусăрăнман юр çинче йĕлтĕрсем пĕрер шите яхăн, хăш-хăш тĕлте ытларах та путса пыраççĕ. В. Олг. Посăрăнса, осело (строение). Изамб. Т. Лашасем таптанипе малтан хулăм сарăм пусрăнать. || Успокоиться, остепениться, улечься (о сердце), утихнуть, смириться. N. Унсăрăн унăн чунĕ пусăрăнмасть (не успокаивается, не улегается). Юрк. Тыррисене çынсенчен малтан анкартне кӳртсен, чунĕсем пусăрăнаççĕ. Бур. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмаççĕ, хамăр тăвансене курмасан. Альш. † Çакă тăвансене курмасан, ман çамрăк чĕресем пусăрăнмаст. Кĕвĕсем. Пирĕн çамрăк чĕре пусăрăнмас, хамăр пуçа хуйхăсем ӳкмесĕр. N. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмас, пирĕн тантăшсене курмасан. Сред. Юм. Ăш посăрнмас, не спокойно на душе. Изамб. Т. Çил пусăрăнчĕ, вут пусăрăнчĕ. Ib Тепĕр кунне ирхине тăман пусăрăнчĕ. N. Унăн хуйхи пусăрăннă вара. N. Унăн кăмăлĕ пусăрăнма пĕлмен. Альш. Ире яхăн лăпланчĕ (пожар утих), тин хай чун пусăрăнат. N. Пусăрăнса туйми пулса тăр. КС. Ахăракан ăйăр акара пусăрăнать. Янтик. Халĕ чыстиех пусăрăннă вăл, текех çамрăк чухнехи мар çав: вăйĕ те сахалланчĕ пуль, укçисем те пĕтрĕç пуль! (финансовая сторона растроилась). ЧП. Матур йĕкĕт пусăрнать хĕр илсе (успокаивается). Баран. 253. Хăшĕ (люди) нихăçан та пĕр вырăнта пусăрăнса тăмаççĕ (все время бродят с места на место). Ib. Кайран хăй çапах пусăрăнса тăрайман (не унимался). Энтипе тек чăрмантарса пынă.
пустав
постав, сукно. Сред. Юм. Пôстав, сукно. Богдашк. † Пус кутĕнче кăвакал, пустав тĕслĕ курăнать. N. † Килнĕ çĕвĕçĕмсем, ай, пур чухне, илнĕ пуставăмсем пулмарĕç. N. Хурçăран та хайчă эп хывтартăм, хура пустав тумтир кастарма. Якейк. Постав тăлăп (у мужчины). || Плис. Ст. Чек. Пустав — плис. || Суконный кафтан. Якейк. † Çири постав вон тенкĕ. Ib. † Çийăм толли кăвак постав, шоралтăр, кивелтĕр. НАК. Туя чĕнсен вара, хĕрлĕ кĕпесем, пуставсем (суконная поддёвка) тăхăнаççĕ.
пуçламăш
пуçламăшĕ, начало. N. Эс миçемĕш хут шыва кĕрен? — Ку пуçлам(ă)ш кăна-ха. Чаду-к. Тилĕ каланă: пуçламăш ятлă пулчĕ, тенĕ. Баран. 126. Упана хура кĕркунне, хĕл пуçламăшĕнче тытарах параççĕ. || Заглавный, начальный. Якейк. Пуçламăш (саспалли) — сăмах пуçламăшĕнчи саспалли.
пуçлан
образовать головку. СТИК. Мăкăнь пуçланнă. || Начать. Юрк. Эпир те çапла хура ĕçе ĕçлеме пуçлантăмăр. || Начаться. N. Вăйă пуçланнă. Игра началась.
пуç çавăр
околдовать, приворожить, отворожить. КС. Ун хĕрне пуçне çавăрса илсе тухса кайнă, теççĕ: ахаллинчен çав начар çĕре ма кайтăр вăл? Дик. леб. 48. Вăл (Елиса) чăнах та тухатмăш иккен, çавăнпа вăл патшана та, пĕтĕм халăха та пуç çавăрма пĕлчĕ, тенĕ. Н. Лебеж. † Чыкан ачи шап-шурă ача, пĕреççех (пĕрехçех) чуптуса пуç çавăрса илчĕ. Курм. Пуç çавратăп, çын çомне çавратăп. Хора ĕне пăрушĕ епле амăш тавра çавăрнать, ынатланать, çанашкал манпа ынатлантăр. Хора кĕсре тыхи епле ынатланать, çавăрнать, çанашкал ынатлантăр, манпа калаçтăр. Сар чăхă чĕппи епле амăш тавра ынатланать, çавăрнать, çанашкал манпала ынатлантăр, çавăрăнтăр. (Из наговора). Чураль-к. Хĕрсен пуçне çавăрмалли (наговор для привлечения любви). 1. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра, ылтăн пахчара ылтăн хăмла шуччи; ылтăн хăмла шуччинче ылтăн хăмла; ылтăн хăмла ылтăн чашăкра; ылтăн чашăкра ылтăн кайăк; çав ылтăн кайăк епле чашкă çумне çыпăçăнать, çавăн пекех çав хĕр çав ача çумне çыпăçăнтăр. 2. Ылтăн пахчара ылтăн тенел, ылтăн тенелте ылтăн урапа. Çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. 3. Кăвак кăвакарчын епле аçи тавра ами çавăрнать, çавăн пекех çав хĕрпе çав ача пĕрле савăнса-кулса пурăнмала пултăр. 4. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек. Çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. 5. Çитмил те çичĕ тинĕс урлă шап-шурă çуçлĕ, ылтăн туяпа, ватă старик килет çав ачапа çав хĕре пĕрлештерме. 6. Турă хăвачĕпе виççĕ сурать, виççĕ сапать. Çав ачапа çав хĕр пĕрле пурăнмала пултăр, тет. 7. Çитмил те çичĕ тĕслĕ çут-çанталăкра кĕмĕл пахча; кĕмĕл пахчара кĕмĕл хуран, кĕмĕл хуранта кĕмĕл купăста. Çав купăста епле вĕрет, çавăн пекех çав ачашăн çав хĕр ăшчикки вĕретĕр. См. эрешмен карти. Ст. Ганьк. Пуç çавăран чĕлхе. Кахал каларĕшпе, сасан пулă палăрăшпе, турă хушнипе çĕр çаврăнать, çаврăн, кун таврăнать, таврăн. Хĕвел çаврăнать, çаврăн. Çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче ылтăн вăрман, ылтăн вăрманта ылтăн пӳрт, ылтăн пӳртре ылтăн сакай, ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва, ылтăн йăва çинче ылтăн çамăрта, ылтăн çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче кĕмĕл вăрман, кĕмĕл вăрманта кĕмĕл пӳрт, кĕмĕл пӳртре кĕмĕл сакай, кĕмĕл сакайĕнче кĕмĕл йăва, кĕмĕл йăва çинче кĕмĕл çăмарта, кĕмĕл (scr. ылтăн) çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, çитмĕл çичĕ тинĕс уттинче пăхăр вăрман, пăхăр вăрманта пăхăр пӳрт, пăхăр пӳртре пăхăр сакай, пăхăр сакайĕнче пăхăр йăва, пăхăр йăва çинче пăхăр çăмартасем, çав пăхăр çăмартаран тухнă хур-чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Ульяна шăкăлтатса пурăнччăр. Кахал каларĕшпе, сасан пулă пăхăрĕшпе (так!), кун таврăнать, таврăн, хĕвел çаврăнать, çаврăн, çĕр çаврăнать, çаврăн, уйăх çаврăнать, çаврăн. Çак çут-тĕнчере тухан ăшă хĕвел епле ăшăтса савăнтарать, çавăн пек çак Яккупа Ульяна ăшăнса, савăнса, шăкăлтатса пурăнччăр. || Завивать вилок, головку (о капусте). Трхбл. Купăста пуç çавăрать. У капусты уже завиваются головки.
путăм
(-д-), след, вдавливание. Юрк. Шурă юр çăват — пушмак путăмĕ.
пуччушши
(пушăт + тĕш + афф. З л. «и».), лутошка. Моркар, Тюрл. Б. Янгильд. Ту(л)та сарă, пӳртре шурă (хĕлле пуччушшие пӳрте кӳртсен шурални). Икково. Поччошши — пошăтне сӳсе илнĕ шăчă, патак. См. пушăт йывăççи.
пухх
подр. звуку, который получается при прерывистом выходе дыма клубом. Сунт. Пухх! туса шапка пек хура тĕтĕм сиксе тухса кайрĕ.
пушкăрт
пошкăрт, (пушкы̆рт), (пошкы̆рт), башкирин. Изамб. Т. Н. Карм. † Хура кăна лаша, кăтра çилхе, пулсан пулĕ пушкăрт уринче. || Башкирская лошадь (особая порода). Изамб. Т. Пушкăрт лаша, иначе: качак лаша. См. каççак. Кив-Элпуç. Лаши пушкăртпа пĕрех пырать. К.-Кушки. † Çеçен хирĕн варринче вылят пушкăрт тихисем. Стюх. † Чĕнтĕрлĕ кĕперĕн аяккинче хура пушкăрт çими çук. СПВВ. ИА. Пушкăрт; пушкăрт лашисем ĕçре питĕ сиплĕхлĕ. Пазух. Сиксеех те утлантăм пушкăрт утма. || Назв. леса. Стюх. Пушкăрт вăл вăрман, унта ĕлĕк пушкăртсем пурăннă, çавăмпа çапла калаççĕ.
пушшеççи
то же, что пушăт йывăççи. Байгул. Вăрманта турă, çул çинче хушка, киле килсен шурă. (Пушшеççи).
пӳ
рост. Тайба Т. † Хĕрсем пĕве кайнă чух та, сивĕ куçпа ан пăхăр. Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати). МПП. Пӳ — çĕр пĕвĕ, рост. || Возраст. Цив. † Эпĕ çак ялтан тухас çук, пӳ çитмесĕр ан илĕр (раньше, чем приду в возраст). Сала 302°. Пӳ епле, ĕмĕр çапла килет, тет. (Послов.). || Туловище, корпус, стан. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ; пĕвĕм-çийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Алешк.-Сапл. † Ман пӳ юлать çĕр айне. Шибач. Пӳ çĕклеми ĕссĕр полтăм. N. Шемшер урам — вăрăм урам, ман çамрăк пӳ шăнăçмаçт. Шишкин † Виçĕ кĕренке поканне кача порнепе çĕклерĕм; ял çинчи йăвăр ятне пĕчик пӳпе çĕклерĕм. Актай. † Пӳ курăнми хăйăр ăшне (с головою). Ib. † Илсе каяççĕ чуна, каçараймарăм пӳме. Лашм. † Куç кĕски мар — куçран пăхтарма, шур чĕнтĕр мар — пӳме виçтерме. Янтик. † Аркă çичĕ ан пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Альш. Илтĕм симĕс кăтат, çĕлетрĕм сăкман, çаннисем те вăрăм, пӳ кĕске. Пазух. Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем вăрăм та, пӳ кĕске. Сала 312º. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăйи те юрать пире. || Стебель, ствол; высота, равная длине ствола дерева. Ст. Чек. Хĕвел йывăç пĕвĕ (на высоте длины дерева) анчах юлчĕ. Кĕвĕсем. Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕвĕ (стебель) янăрать. Вăрманта кукку авăтать, вĕрене пĕвĕ (ствол) янăрать. СПВВ. Х. Хĕвел йывăç пӳ пурччĕ. || Длина, расстояние. Янш.-Норв. Пирĕн ялтан кăнтăрла енче, пĕр ана пĕвĕнчен (на расстоянии длины загона) тĕне кĕмен чăвашсенĕн масарĕ пур. N. Осем пирĕнтен пĕр ана пӳ ытларах çех тăраççĕ (стоят лишь на расстоянии длины одного загона).
пӳк
то же, что пĕк, подрубать. Хурамал. Кĕпе аркине пӳк (сделай рубец). Трхбл. † Кăвак чипер пусмана кăвак çиппе пӳкрĕмĕр; шурă чипер пусмана шурă çиппе пӳкрĕмĕр. В. Буян. † Улача кĕпенĕн умĕ аслă, касса пӳкесси час пулмас. Зап. ВНО. Пӳк, пĕк. IЬ. Ака, мана тутăр пӳксе пар-ха. Ялюха М. Пӳкнĕ япала, нашивка. Ст. Чек. † Тăхăр хĕçин анĕ аслă, касасси-пӳкесси час пулмас. Пазух. Хĕрсен хĕрлĕ улачин анĕ аслă, касса пӳкессисем, ай, час пулмĕ.
Пӳлер
назв. старинного города Билярска, Тат. респ. (б. Чнст. у.) НИП. По рассказу одного чувашина, там была, чувашская улица (Чăваш-касси). Каменные строения Билярска провалились в землю. Около Билярска(?) есть поле, которое все было покрыто костями. Какой-то русский царь велел собрать нх. Интересно место, где находится источник и где на горе погребли «Вальăм-хуçа». Отец Н. И. Полоруссова показывал ему опустившееся место могилы этого святого. На Троицу там бывает ярмарка. Приносят в жертву животных. Юлдуз. 1912, № 811. Хуџалар тауы. Ул Буlӓрдӓн jарым мӓсафӓдӓ-гнă, Чiрiмшăн сууы jанындадыр. Там собираются сотнb нӓзiрчilӓр. Шел. 17. Эх, çĕршывĕ, çĕршывĕ, эх Пӳлерĕ, Пӳлерĕ, пĕтĕм халăх ырлăхне тăшмансене пиллерĕ. НИП. Пăлакаппа, асаттепе пĕр тăванăн хĕрĕ: Пӳлер çинчен атте калаçнă чухне эпĕр пурте макăрса лараттăмăр, терĕ. Н. Уз. Пӳлер çуна пуçласан, хан хĕрĕсем миçĕт тăрне тарса хăпарнă. Миçĕте вут хыпсан, аккăш пулса, вĕçсе кайнă. Кайнă чухне: ку вырăна йăвăç пусĕ, тесе каланă, тет. Демид. Пӳлертен хĕвел анăç енелле пĕр пилĕк çухрăмра çăл пур. Т. VI. 7. Валĕм-хуçа Пӳлерти таса çăл. АПП. † Хурама пĕкĕ йĕс ункă, хуçăлайрĕ вăрман варринче; хура куçлă çинçе пуçăм çухалайрĕ Пӳлер урамĕнче.
пӳлĕх
(пӳл'э̆х), назв. божества, раздающего по назначению кепе, счастливые или несчастные жеребья. Юрк. Такмак. Атте-анне çуратнă, шурă кĕпепе тытнă (держали во время крещения), турăпа пӳлĕх ӳстернĕ (каччăне тумлантарнă чух). Собр. Пĕрре пӳртекинчи карлăк çине тухса: пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне, çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм, тесе каларĕ, тет. ППТ. Аслă турă, аслă пӳлĕх, çырлах. (Уй чӳкĕ). Янш.-Норв. Эй аслă пӳлĕх, аслă пӳлĕх амăшĕ! сана тав тăватпăр, савса паратпăр, савса ил... (Уй чӳк туни. Пӳлĕх тесе вĕсем мăн турра калаççĕ). ЧП. Эпир атте-анне ачисем турăпа пӳлĕхĕн чунĕсем. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ çын кураймас та, çын кураймас, турăпа пӳлĕх ямас та, тивеймес. Н. Якушк. Атте-анне çуратрĕ, турăпа пӳлĕх ӳстерчĕ. С. Алг. † Турă-ах та çырсан, пӳлĕх пӳрсен эпир те пулăпăр хурăнташ. Якейк. Пӳлĕх е пӳлĕхçи; пӳлĕх ача топнă çĕре пырать. Вăл ача çамки çине çав ача мĕлле порнмаллине, кама качча илессине, мĕлле вилĕмпе вилессине çырса хорать. Собр. Турăпала пӳлĕх пăрахмасан, вуникĕ тăшман урам айĕнче (под моими ногами). Альш. Шĕкĕр турра-пӳлĕхе: тантăш ташла пуçларĕ. Ib. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм, сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. См. Кĕрлĕх. || СПВВ. Каç выртсан канлĕхне пар, ир тăрсан пӳлĕхне (буква «л» написана неясно: перечеркнута и опять надписана).
пӳлĕхçĕ
то же, что пӳлĕхçи. К.-Кушки. М. Васильев. Пӳлĕхçĕ, пĕр турăран кĕçни (1 разр.). СПВВ. ИА. Килте пӳлĕхçĕ пулмасан, выльăх-чĕрлĕх ăнмаст, теççĕ. Ib. Эй пӳлĕхçĕм, картара выльăх-чĕрлĕх ăнтарса пыр, тĕпеле ырă кин пар. Ала 59°. † Пуççăмах та çамрăкта, пӳçĕм çинче, турăпала пӳлĕхçĕ аллинче. N. Унтан вара пӳлĕхçĕ пăтă, пӳлĕхçĕ амăшне юсман паратпăр, теççĕ. Сиктер. Пӳлĕхçĕ, çырлах, пуснă шурă вăкăрăмпа, чӳ-ӳк, çырлах. Аттик. Эй, пӳлĕхçĕ! пире тепĕр çак вăхăта çитиччĕн усра, килнĕ шухăшсене астутарса усалтан-чиртен витсе сыхласа тăр, амин, çырлах. Т. VI. Пӳлĕхçĕ, ан пăрах, пӳлĕхçĕ амăшĕ, сывлăх пар. Н. Карм. Çырлах, турă; çырлах, турă амăшĕ; пӳлĕхçĕ, пӳлĕхçĕ амăшĕ, çырлах, çулталăкран çулталăка сыв усра. (Учук). Ib. Говорят: турă çыртăр, пӳлĕхçĕ пӳртĕр, или: турă лайăха çыртăр, пӳлĕхçĕ лайăха пӳртĕр. N. Мăн пӳлĕхçĕ, мăн пӳлĕхçĕ амăшне, чун çуратан пӳлĕхçĕ, чун пӳрен пӳлĕхçĕ, чун пӳрен пӳлĕхçĕ амăшĕ, çĕр пӳлĕхçи, çĕр пӳлĕхçи амăшĕ, турă пӳлĕхçĕ. Альш. Пӳлĕхçе така, пӳлĕхçĕ амăшне хур. || СПВВ. ФИ. Ача-пăча таврашĕ, ак хăйĕн вылясси те килмест, тек ыттисем вылянине чăрмантарса çӳрет. Çавăн пек çынна пӳлĕхçĕ теççĕ.
пӳрен чун
«предопределенная душа». Актай. Ăçта вĕçрĕр ман пирăçтисем (= пирĕштисем), мĕн куртăр эсир леш тĕнчере? — Куртăмăр эпир леш тĕнчере — пĕве шурă шупăр тăхăнтартнине, куртăмăр эпир леш тĕнчере — пӳрен чун уйăрăлнине, пĕвĕмĕр сана — ĕмĕр-ĕмĕр çĕрте выртма, чунăмăр сана — турă умне сута.
пӳркен
(-гэн'), завертываться, покрываться с головой. N. Çапла каласассăн, вăл пуçĕ çинчен пӳркеннĕ пӳркенчĕкне сирнĕ. Янш.-Норв. Пире курчĕ те ку (она), пуçĕ çинчен çичас кĕрĕкне пӳркенсе выртрĕ. Ib. † Шур пӳркенчĕк пӳркентĕм, хура халăх пуçтартăм. (Хĕр йĕрри).
пӳрт аякки
стена. ЧС. Пӳртре пӳрт аяккисем хоп-хура тăраççĕ. Актай. Пӳрт аяккинче хура çĕлен çакăнса тăрĕ. (Çит туни, т. е. женская коса). N. Пӳрт аякки çумне таянса ларса манăн çурăм шап-шурă пулнă. N. Пӳрт аяккисем çинче пур çĕрте те таракансем чупса çӳреççĕ (по стене бегают тараканы).
пӳртекӳ
(пӳрдэгӳ), крыльцо, сени. Ст. Яха-к. Вĕсем тасатнă чухне, килне çын тăруках пырса кĕресрен, кил-карти хапхисене, пӳртекӳ алăкĕсене, пӳрт алăкĕсене пĕтĕмпех питĕрсе хураççĕ. (Туй таврашĕ тасаттарни). Кильд. † Пӳртекӳ тули хура хĕр, шатах (все) пире юраллă. Курм. Пӳртекӳ вĕçĕнче ут тăрать. См. пӳртӳкӳ.
пӳс
коленкор. СПВВ. † Хур çуначĕ хут пулмĕ, кăтам (= катам) илен пӳс пулмĕ. СПВВ. ПВ. Пӳс, материя. Кубня. Пӳс — шур пусма. Изамб. Т. Пӳс — миткаль. Юрк. Пӳс — материя, вроде белого коленкора. Ст. Чек. Пӳс, белое бумажное полотно. Ст. Шаймурз. Улача кĕпе, умĕ пӳс. N. † Атăлăн леш енче икĕ йĕкĕт лавкка лараççĕ, шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. Янтик. Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Кĕвĕсем. Мамăках та тӳшекĕн çитти пӳс. Кильд. † Мамăк чĕшек, çитти шурă пӳс. N. † Шурă пӳсрен кĕпе çĕлеме хĕлĕхрен çинçе çип кирлĕ. Альш. Хăшĕн пӳс (коленкор) пулат шăналăк. С. Тим. † Хура явлăк — хура пӳс, хамăр савни — хура куç. Ёково. Хора пӳс, черный коленкор. N. † Хусанах та лавкки хушшинче вĕл-вĕл вĕçсе юлчĕ хура пӳс. Альш. Асанне, мĕнле пӳрт вăл, çине пĕтĕмĕшпе хура пӳс витнĕ, тет. || ЧП. Тар юхать те, пӳс пулать.
пӳси
(пӳзи, пӳ + си), то же, что пĕвĕ-сийĕ, наружность, форма. СПВВ. См. пӳ. Стюх. † Турă паман пӳсине турăран туртса илеймĕн. Бур. † Ай-хай çинçе пӳсĕм, хура куçăм, тата мĕн курасси пур-ши?
Пăва
(пы̆ва), назв. г., Буинск. Юрк. Халĕ эпĕ Пăвана хăваттир шырама каятăп. Пазух. Эсир пырăр хăнана Чĕмпĕр кĕсри тихипе, Хусан хура çунипе, Пăва майри кĕпипе, Юхма лапки тут(ă)рипе. Альш. Пукравра Пăванăн ярмăнкки пулат. || Назв. сел. Байбатырева, М. Яльчик. р. Изамб. Т.
пăл
(пы̆л), деревянная досчатая труба в черной избе от отверстия в потолке до крыши, или от отверстия в стене около двери, или над дверью кверху. Альмени. Хура пӳртсенче алăк тĕлне тĕтĕм тухма çтена çумне хăмаран трупа пекки тунă. Вăл мачча патне çитнĕ. Ку трупа пеккине пăл тенĕ. Пăлтан тĕтĕм кăять.
пăлан
олень, в некоторых говорах лось. Кубово. Пăлан — лось. Регули 604. Пăлан тирĕнчен такмак патăм; такмак пăлан тирĕнчен тунине патăм. Трхбл. † Пăлара пăлансем ишеççĕ, мăйракине шыва чикмесĕр. ЧП. Пăлан ишет, мăйракине шыва тивертмест. Буин. † Аслă çулпа пăлан пырат, хӳре каснă тиха пек. Такмак. Ултмăл çухрăм сĕм вăрман урлă каçнă чух тĕл пултăмăр вуник мăйракалă пăлан. Сборн. по мед. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, теççĕ. Кайсар. Пăлан мăйракине сивĕ тытнăран çумма çакаççĕ.
пăлчăра
(пы̆лζы̆ра), цепочка. Изамб. Т. Сехет пăлчăри, цепочка у часов. (В Сред. Юм. сехет сăнчăрĕ). Альш. † Хура вăрмантан тухнă чух кукку сасси илтĕнчĕ. Аслă çулпа пынă чух (вар. аслă çул урлă каçнă чух) пăлчăра сасси илтĕнчĕ. (Хĕр йĕрри). N. Мăйне ылттăн пăлчăра çакçа янă. См. пăлчăра, вăчăра. || Изразец? Юрк. † Кăмакăрсем шап-шурă, унăн тăватă аякки пăлчăра; суя пăлчăра мар-çке, чăн пăлчăра. Бур. † Сирĕн кăмакăрсенче тăватă кĕтессинче те тăватă пăлчăра, суя пăлчăра мар иккен, чăн палчăра.
Пăлхарлăх
(пы̆лhарлы̆х), назв. оврага. НИП. Пăлхарлăх Сĕнчел тĕлĕнче (против с. Сунчелеева), вăрманта, вунă-вуникĕ çухрăм, вар. Пăлхарлăхран пит сĕре инçе мар — Тарлав-вар, пысăк; унта вăрман. Тарлавра шурă лашапала, ылттăн йĕнерпеле кашни каç пĕр çын туха-туха çӳрет, тетчĕç. (Предание).
пăнчăх
(пы̆нζы̆х), задыхаться. Туперккульос 31. Пĕтĕмпех пăчах пӳртре пăнчăхнăран килет. Сред. Юм. Паян тула та тухман вит ôлă, ларать тулккĕ пӳртре пăнчăхса. СПВВ. ИФ. Пăнчăхас — пӳртрен пĕр тухмасăр ларни пулат. Акă: вăл пăнчăхса ларат, теççĕ. N. Хура пӳртсенче пăнчăхса пурăнни... каласа та пĕтерес çук. N. Тĕтĕмре пăнчăхса вилнĕ. Трахома. Лешсем хăйсем те час-часах куçсăр пăнчăхса лараççĕ. Н. Карм. Шĕшки çиленсе çитрĕ, тет те, каларĕ, тет: акă эпĕ санăн юманна хупласа илем те, вăл вара виç кун та пурнаймĕ, пăнчăхĕ. Хурамал. Ачасем пит амăшне аптратсассăн: пăнчăхманскер, теççĕ. || То же, что пăнтăх, заплесневеть. N. Пăнчăхса усалланса кайнă сывлăш. Сёт-к. Пăнчăхнă пичке, бочка, покрывшаяся внутри плесенью.
пăрах-сăрах
нечистота, сор, отброс. N. Хура кăмрăк (каменный уголь) пăрах-сăрахĕ ăшĕнче чаваланакан. Якейк. Пӳртри пăрах-сăраха хăвармарăм.
пăру сакай
(-гаj), «телячье поднарье». Так называли в старинных чувашских избах особое помещение для телят под нарами с полом ниже обычного пола, причем телята могли высовывать головы в избу из-под нар. Большею частью его устраивали под кутником. N. Пăру сакай тулли пăру парăсăнччĕ. Ст. Шаймурз. † Эй, шурă йытă, шурă йытă, пăру сакайне пĕр йытă. С. Дув. † И, шур шавка, шур шавка, пăру сакайне кĕр, шавка. Трхбл. Пăру сакайне кĕр, терĕм, (Ĕлĕк чăвашсем пăрусене сакайĕнче усранă. Вăл тĕле урайне аяларах тунă). Эпир çур. çĕршыв 11. Алăк патнерех каллех урлă сак. Çав сак тĕлĕнче «пăру сакайне» пур. N. † Эй, шурă шавка, шурă шавка, пăру сакки айне кĕр, шавка.
пăркасан
(пы̆ргазан), назв. птицы. Н. Карм. Пăркасан хура кайăк, кăркка хормă, мерченлĕ (с мешком) хутаççи пур унăн (около зоба); аслă шыв çинче пулать.
пăрçа тĕрри
назв. узора. К.-Кушки. Пăрçа тĕрри — кумми сакăр пĕрчĕ хĕрлĕ, унтан иккĕ — шурă, ун варринче пĕрре кăвак; ураççи çавăн пекех.
пăртак
(пы̆рдак), немного. N. Вĕсенĕн тата пăртак вĕтĕ пулă та пулнă. Латыш. Пăртак тăрсан ачине илет те, кĕрĕкпе чӳркесе сак çине хурать. N. Тата пăртак пуçтарсан, хай çăмăрлă пĕлĕт пирĕн пуçăсем çинелех çите пуçларĕ. Сред. Юм. Пăртак тортăнкă лекет онпа пирĕн. Мы с ним дальние родственники. IЬ. Ман кĕпе çôрлса кайнă, пăртак чиксе тôртса çĕлесе яр-ха çавна. IЬ. Пăртак-пăртак, чуть, немного. N. Унта тына ашĕсене, пăттисене пăртак-пăртак хура-хура тухаççĕ (накладывают понемногу). Кан. Таниле Павăль усламçăн пăртаках улмуççисем пур. Изамб. Т. Эсир тыр вырма хăçан тухатăр? — Ыран пăртак кайса килмелле пулат пуль. Шорк. Пăртак шăмалма поçларĕ-ха. Немного выравнивается, сглаживается, т. е. проясняется. СЧЧ. Ашне те çаплах пăртак-пăртак валеçеççĕ. СПВВ. ПВ. Пăртак, тепĕртак, тепĕртакран. || Едва, чуть. Чем люди живы. Пăртаках хытса каяймарăм (едва не замерз). N. Пăртаках (чуть-чуть) çӳлтен ӳксе вилмен. Сред. Юм. Пăртак çиç кая памарĕ. Чуть не упал.
пăрчăкан
пăрчкан (пы̆рζ'ы̆ган, пы̆рџ̌ы̆ган), трясогузка. Сохрон-й. Н. Карм. Пăрчăкан, птица. СПВВ. Х. Шап-шур пăрчăкан пулайттăм, тăхăр хир урлă вĕçейттĕм. ЧП. Чăп-чăпар пăрчăкан эп пулăттăм. М. Тиуши. † Кук сасси пек сассăм пур та, пăрчăкан ташши ташшăм пур. Слакбаш. Пăрчăкан, небольшая, но проворная птица, живущая на речке: гнездится в скалистых берегах. IЬ. Вăл пăрчăкан пек. Он очень проворен. N. Вăл пăрчăкан пек çивĕчĕ (о бойком человеке). М. Тув. Пăрчăкана çуркунне малтанах çĕр çинче чупнине курсан, кантăр лутра пулать, тет; йывăç çинче курсассăн, кантăр çӳллĕ пулать, тет. Сред. Юм. Пăрчăкан çырмара шыв хĕррисенче çӳрекен çинçе, вăрăм хӳреллĕ ŏла кайăк. Череп. Пăрчăкан, бойкая птица. Утăм. Вăйăсенче вырăнтан вырăна пăрчăкан пек сике-сике ӳкнĕ (Лисук). Чертаг. Пăрчкан, птичка величиною с воробья, по оперению похожа отчасти на синицу, летает группами. Нюш-к. Пăрчкан — куккук чĕппине пусса кăларакан; гнездится, кажется, около воды; с длинным хвостом, длиннее воробья, бурого цвета. Пăрчкан йăви шыв хĕрĕнче çирĕк тымарĕсенче пулать. Пăрчканăн пуç тӳпипе ĕнси çурри таран хура, куç çинче шурă пур. Хĕври вăрăм, тĕллĕн-тĕллĕн хĕвринче шур тĕксем пур. Куккук çăмарта турĕ те, пăрчкан пусса кăларчĕ, тесе юрлаççĕ. Сред. Юм. Васкаса çӳрекен çамрăк хĕрарăма: пăрчкан пик, теççĕ. Тюрл. Пăрчкан — птица: говорят — в ее гнездо кукушка кладет яйца. N. Пăрчкана тивме юрамасть.
пăс
(пы̆с, пŏс), портить, испортить. N. Пăсасси çăмăл та, тăвасси хĕн, теççĕ. (Послов.). || Производить порчу, вредить колдовством или знахарством. КС. Çын пăснă (порча колдовством, вносящая разлад между мужем и женою). Изванк. Пăсассине вăсем ним япаласăрах, кирек ăçта пулсан та, пăсатчĕç. Хăш чух çын сисесрен, чĕлĕм туртнă чухне пăсаççĕ. Чĕлĕм туртнă чухне çын сисмеçт, ахал сурса тăрсан, çын сисет. Çавăнпа чĕлĕм туртнă чух нумайăшĕ пăсаççĕ. Çав пăсмалли чĕлхесем ак çапла пуçланса каяççĕ: çитмĕл те çичĕ çул уйра хăрса выртнă армутисенчен хăçан чечексем тухчăр та, тин вăл çын этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăле-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу. Çитмĕл те çич çул çитĕнсе хăрса кайнă шур хурăнтан хăçан та хăçан чечек тухтăр та, вăл çын тин этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу! Çитмĕл те çич çул пĕлт çинче çитĕннĕ пысăк чăрăш. Çав чăрăш хăçан та хăçан тинĕс тĕпне кайса ӳксе тепĕр хут çĕнĕрен чечек кăлартăр та, тин вăл çын этем ывăлĕ-хĕрне ертĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи вирлĕ, тьфу! || Рушить (кушанье). N. Çырлах турра, тырă пуç паратпăр, çак хуран тулли пăтă пек, пăсман хур пек, килес çула çитмелле пултăр. N. Унтан хăти, туй пуçлăхĕ, хура пăснă çĕре пырать. Сиктер. Тепĕр чашкăпа хур пăсмасăрах чылай халлĕнех (в цельном виде) тула илсе тухса сĕтел çине лартаççĕ. Туй. Çак хура çак туйшăн пăсса вакла. [Пăсас значит испортить, потом разбить цельный предмет. Пăсса вакла — гусь до этого был цел, теперь вот его нужно разбить на части]. || Сломать (строение). N. Çурт пăс. || Разбирать. Хурамал. Сурат пăсса урапа çине тиясан, урапа перекетне пар. Собр. Авăн пăсăпăр, турă, авăн перекетне пар. || Расстраивать. Изамб. Т. Усем те пăсмасан (не расстроят дела), ывăлĕ те кăмăлласан... || Отменить. С.-Устье. Каланă сăмаха пăсас мар, тет. Изамб. Т. Микуç, Ерми, тата ыттисем те, начар çаран тухнă та: пăсас, çĕнĕрен валеçес, теççĕ. || Расстроить скрипку. К.-Кушки. Якейк. Ман ĕнтернĕ скрипка такам пăснă. || Переделать. Юрк. Вырăсла сăмах паллисене пăсса урăхла тунă, тет. Скотолеч. 22. Таканлани тĕрĕс мар пулсан, пăсса таканлаттарас пулать. Орау. Хăй кĕрĕкне пăсса мана кĕрĕк туса парасшăнччĕ. || Раскрыть, распечатать. N. Эсĕ пире хĕрхенмерĕн, çын хыççăн кайса, эсĕ киле ямарăн, хуралта пăсса вуланă хутпа яла култартăн. || Перепахать. Янтик. Ну, кăçал пăсса акмалли нумай. IЬ. Кăçал пăсса акни пит нумай (много перепашек). Якейк. Ана пăсса акрăмăр (когда хлеб не взошел, перепахали и посеяли другой хлеб). || Мешать, стать лишним. Якейк. Паян кĕрĕк тăхăнсан та пăсас çок (не мешает и шубу надеть). || Разорять. Сятра. Тата кайăк юйи (= йăви) пăсап, çăмартисене ĕçеп (гов. лиса). || Распустить дурную славу. ГТТ. Ял илемне ан яр, ял ятне ан пăс. N. Çитменнине манăн ята та пăсасшăн канаш турĕç. || Лишить невинности.
пăтратни
(-νиы), месиво. Кан. Ирхине кăшт ăшăрах пăтратни çитермелле. ЧС. Пĕчĕкçĕ тăрсан, лашасене пăтратни çине тухса яр. Немного погодя припусти лошадей к месиву, т. е. есть месиво). Кильд. † Апи ĕни — шурă ĕне, пăтратнишĕн мĕкĕрет. Сорм-Вар. Кукша ачасене лаçа (в лачуге) йĕркипе тăратса тухрĕ, тет те, чăхă пăтратни пăтратса пачĕ, тет,
пăч
(пы̆ч), подр. паданию одиночной капли. N. Çомăр томламĕ (чит. томлам) ман ал çине пăч килсе ӳкрĕ. || Пятно. Сборн. по мед. Куç çинче пăч кăвак курăна пуçлать. N. Унăн пĕр пăч хури те, е айĕпĕ те, е çавăн майли мĕн те пулин урăххи те ан пултăр, тесе... N. Пĕр пăч хурасăр, айăпсăр. Тюрл. Пăч шорă, с белыми пятнами. Питушк. Пăч-пăч тĕрлĕ, с точками. Чума. Ӳчĕ-тирĕ вырăннăн-вырăннăн пăч-пăч кăвакарса каять (пятнами). Ядр. Пăч-пăч хĕрлĕ шатра тохать. Г. А. Отрыв. † Эп шур туттăр юратап, пăч-пăч хура тĕрлине. Сред. Юм. Пăшал етри витĕр тухса кайнă та, пăч шăтăк юлнă. Орау. Пĕр пăч ларать. || Совершенно, совсем, без исключения. N. Çил пăчах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Толст. Шыв пăчах пăс пулса кайса пĕтет. N. Хĕвел пăч тĕттĕм пулĕ. НТЧ. Чĕнме кайнă ачи хăйсен кӳрĕшне пăчах чĕнет. Вĕлле хурчĕ. Вĕлле хурчĕсене халь каланă пек усрас тесен, хурт пурнăçне, хурт ăсне пăчах тĕрĕс пĕлсе тăрас пулать. N. Анчах таврашĕсем хăшĕ пăчах мар. Якейк. Петĕр холая каþ те, пăчах çохалч (пропал без вести). КС. Лампипе сӳнтертĕмĕр те, пăчах тĕттĕм пулчĕ. IЬ. Кăçал кантăра сала-кайăксам пăчах пĕтерчĕç.
пăчăла
пăчла (-џ̌ы̆-) сделать душным, душить, объять духотою. N. Сĕм-тĕттĕм пусса илтĕр вăл куна; виллĕм тĕттĕме пăчăласа тăтăр ăна; йĕри-тавра хура пĕлĕт хупăрласа илтĕр ăна.
пăчă
(пы̆џ̌ы̆), употребляется в удвоении: пăчă-пăчă, точками, пятнами. Шибач. Пăчă-пăчă хораллă (сам белый); пăчă-пăчă хĕрлĕллĕ, с красными пятнами. N. † Эпĕ илесси хура хĕр, пăчă-пăчă шатри пур, шатрисерен пĕрер сум.
пăчăрла
свитый из нескольких веревочек. Тим. † Турă урхамах турта хушшинче, пăчарланă йĕвен пуçĕнче, пукрешкелĕ хăмăт мăйĕнче, çут тăхалă кутлăх çийĕнче, хура хыçлă çуна хыçĕнче.
пăх-ăш-чикĕ
злюка. Ст. Чек. Пăх-ăш-чикĕ (или: хура юнăш-чикĕ, ялан вăрçса çӳрет (Гов. о человеке, который сердится из-за мелочей).
пăхтар
понуд. ф. от гл. пăх. НАК. Пусаччен малтан, вăл выльăха киремет йышăнат-и, йышăнмаст-и, тесе, вĕсем ăна малалла пăхтарса тăратса, кĕлкĕлесе, çурăм çинчен шыв сапса силлентереççĕ те, вара тин пусаççĕ. С. Айб. † Икĕ сарă хĕрсем ӳстертĕм, хура куçăм çине пăхтарса. Альш. † Икĕ хура лаша хам ӳстертĕм, икĕ хура çĕмĕртсене пăхтарса. N. Çатăрка тăррисене пурне те каялла пăхтараççĕ. Менча Ч. Ăшă хĕвелне пăхтарăсăнччĕ (заставь светить)! ЧП. Хал пĕчĕкçĕ пулсан та, пурне те куçран пăхтартăм (как бы все заискивали). Янш.-Норв. Мана каçанпа (спиною) шывалла пăхтарса тăратрĕç те, шыва ӳкме хушрĕç, вара манăн ирĕксĕр ӳкмелле пулчĕ. СЧЧ. Ну, хай çемьесем, ĕлĕк пăхтарнă хĕр-юмăçах чĕнтерсе килсе, тата тепĕр хут пăхтараççĕ (просят поворожить). N. Майра-йомăçа картпа пăхтартăм (она мне ворожила).
пăхăр улăча
назв. особой ткани. Череп. Пăхăр улача — кăвак çип, нумай, хĕрлĕ, сарă, шурă, сенкер (различных цветов). Бур. † Пăхăр улачана эп кумаймăп; кумсассăн та, тĕрте пĕлеймĕп. ЧП. Пăхăр улачанăн анĕ аслă. IЬ. Пăхăр улача кĕпе ани аслă. Н. Карм. † Саккăрпалан (на восьми подводах) карăм Самара пăхăр улачасем тияма. Собр. Пӳрт тӳпинче пăхăр улача кĕпе выртат. (Çăлтăр).
пăшăлтаткала
учащ. ф. от гл. пăшăлтат. Кан. Тата кăмака хыçĕнче хура таракансем пăшăлтаткаласа çуренĕ (производя легкий шум). Янш.-Норв. Унтан çав Пимулла ятлă старик, хăй ăшĕнче темĕскерсем пăшăлтаткаласа (шептаться), выльăхĕ пуçĕ урлă аллине виçĕ хут çавăрать те, выльăхсене пусса парать.
пăштавай
пăштавой, почтовый ящик. Стюх. † Шурă та пулат, кăвак та пулат пăштавайăн лашисем. Вир-ял. Хура вăрман хĕррипе пăштавой ямшăк çул хывнă.
пĕве кай
расти. Альш. † Хĕрсем пĕве кайнă чух хаяр куçпа ан пăхăр. КС. Вăл пĕве карĕ (пошел в рост). Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати).
пĕк
(пэ̆к, пӧ̌к'), гнуть, наклонять. См. пӳк. Ск. и пред. 39. Хăшĕ пыраççĕ, пуçĕсене пĕксе. Сред. Юм. Пуçа пĕк, наклони голову. О сохр. здор. Пуçа нихçан та малалла пĕкме кирлĕ мар. КС. Лашине пĕксе лартнă (чĕлпĕрпе пуçне аялла кукăртса уринчен çыхаççĕ). Янш.-Норв. Эсĕ скрипка пуçне пĕкнĕ иккен. ЧП. Купăсăм пуçне пĕкнĕ-тĕр. || Подрубать. Янш.-Норв. † Шурă шупăр аркине шурă çиппе пĕкрĕмĕр. Бур. † Пăхăр улачанăн анĕ аслă, касасси-пĕкесси час пулмас. || Убежать. Тайба-Т. Пĕке патăм, убежал.
пĕкече
(пэ̆гэζ'э), дужка (напр., у зыбки), лук для пускания стрел (с мар.). Шибач. Сăпка пĕкечи. N. † Уртăш йывăç пĕкечи, хурама хуппи шăнарши. Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ пĕкече пĕтĕм хире çавăрать. (Çурла). IЬ. Хура таканăн пĕр пĕкече. (Хуран). N. Ешчĕк пĕкечи. СПВВ. ЕХ. Пĕкече — кăрманăн пысăк хулăран авса туни. СПВВ. МС. Пĕкече — дужка у замка. СПВВ. КМ. Пĕкече = сиктĕрме. Шалча-к. Пĕкече, дужка зыбки. Мочи-к. † Ик холхара кĕмĕл алка, пĕкечи хуçăлч — пăрахас поль. || Вязовое или дубовое кольцо у бороны или на конце веревки, употребляемой для таскания соломы с гумна. Трхбл. Сӳре пĕкечи, улăм пăяв пĕкечи.
пĕл
(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...
пĕлĕт
(пэ̆лэ̆т, пӧ̌л'ӧ̌т'), небо. Г. А. Отрыв. † Кунĕсем пĕр уяр, кунĕ уяр, уяр пĕлĕт хушшинчен çил вĕрет. N. Хăш чухне пĕлĕте çумăр пĕлĕчĕсем хупласа илеççĕ. Сунт. Пĕлĕтелле пăхса тĕлĕрнĕ. Ст. Чек. Пĕлĕт ĕлĕк çĕртен инçе мар пулнă, пĕри авал аслăк çине хăпарнă та, ача пăхне çăккăрпа шăлса хĕстерсе хунă, вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă, тет. БАБ. Ĕлĕк пĕлĕт пит лутраччĕ, тет: аслăк çӳлĕшĕ анчах пулнă, тет. N. † Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. N. Пĕлĕт таса. Небо чисто. ГТТ. Пĕлĕт çичĕ хутлă, пĕлĕт хуппи уçăлать, кăвак хуппи уçăлать, пĕлĕт тарать; пĕлĕт çийĕ, айĕ, кăвакĕ, тĕттĕмĕ, хура, сарă, сивĕ, ăшă. N. Касăрмара мар, пĕлĕтпе тан сăрт тăринче окопра выртатпăр. N. Пĕлĕт туртса килет. Небо затягивает тонкою пеленою. Ст. Чек. Пĕлĕт çинче пĕр пĕлĕт çук. На небе нет ни облачка. Орау. Пĕлĕт тăрнче (тăрне) шыв та юлмарĕ пуль: çăмăр пит нумай çурĕ. Юрк. Пĕлĕт аякра тĕтрелĕ курăнсан, уяр пулат. Ачач 110. Чечексем нумай çĕре чăсăлса выртать те, кăвак пĕлĕтелле пăхма тапратать. Ал. цв. 3. Унăн витĕр пăхсан, мĕн пур пĕлĕтри илем курăнтăр. Чув. пр. о пог. 166. Пĕлĕт хăймаланать, небо принимает молочный цвет, сметанится (от хăйма — сметана, сливки). Нельзя ли видеть здесь подобие «забеливания» щей молоком или сметаной? || Облако, туча. N. † Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне, уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ. Чăвашсем 20. Тата телейлĕ çын пĕлĕт (облако) тупат, тет. Вăл пĕлĕт пит выйлă çумăр çуса кайсан тупăнат, тет. Вăл çумăр çунă чух çумăрпа пĕрле ӳкет, тет. Вăл сутĕн (студень) евĕрлĕ çеп-çемçе те, анчах пит шурă пулат, тет. Ăна тупсан вара кĕленче савăт çине ярса усрама кирлĕ, тет, вăл кĕленче çинче, çумăр пуласса сиссен, хăпарса каят, тет, уяр пуласса сиссен, типсе лапчăнса, пĕрĕнсе каят, тет. Çав пĕлĕт тупнă çын, аллисене çав пĕлĕтпе сĕркелесен, вăл çынна вара ĕç патĕнче никам та ĕçлесе çитереймеçт, тĕт: вăл çын ĕçе пит хăвăрт тăвакан пулат, тет. Б. Олг. Пĕлĕт аякран йохсан, сомăр полат. Шел. П. 18. Ӳсет пĕлĕт ӳснĕ пек халь (чит. халĕ) унта вăй-хăват. IЬ. 34. Тĕрĕксемпе малашне пĕлĕт (не пĕлĕш?) пекех ӳсеççĕ. Дик. леб. 40. Хура пĕлĕт хупласа килет. Собр. Çăмăр çусан, каçпала уяртсан, çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. IЬ. Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. Нюш-к. Инçетре пĕлĕтсем кăвакарса кайнă. Аслати ăлтать, çиçĕм çиçет. Шăна чир. сар. 17. Апат çиекен пӳлĕмсенче тасатман пулсан, шăнасем яланах пĕлĕчĕпех вĕçсе çӳреççĕ (целыми тучами). СТИК. Пĕлĕтсем ĕне чĕлхи пек пулчĕç. Облака расположились узкими полосами, оставляя промеж себя синие полосы чистого пространства. Изамб. Т. Хĕвел тухăçĕ хĕрелсе пĕлĕте ларсан, çумăр пулат. IЬ. Эпир кĕтме тухас каç (каçпала) пĕлĕт хупласа илчĕ. IЬ. Ав пĕлĕт хăпарат. IЬ. Пĕлĕт шăват (двигается); пĕлĕт хăпарат (поднимается); пĕлĕт туртат (близко к дождю). IЬ. Пĕлĕт çинелле пăха пуçларăмăр. Шел. 72. Хурт-хăмăрсем... çӳçе кăчăкисене пĕлĕт пек сырса илсе... сĕрлеме... тытăннă. Шурăм-п. Кĕвенте çăлтăр патĕнчен пĕр пĕлĕт татки иртсе кайнине астăвса пыратăп. IЬ. Иртнĕ каç ала-çăлтăра пĕлĕт пусса илчĕ. N. Пĕлĕт çинче хура пĕлĕтсем юхатчĕç (шăватчĕç). По небу неслись тучи. ЧС. Вара пĕр çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ. Ст. Арабоси. Пĕлĕтсем анчĕç. Нависли облака. Альш. Пĕлĕт чупат. Облака несутся. Ст. Шаймурз. Хĕрарăм патша, пыра-пыра, икĕ пĕлĕт хушшине пырат, тет. Чув. пр. о пог. 2. Хĕвел пĕлĕте ларсан, пĕлĕтлĕ пулать, çанталăк йĕпене каять, çăмăр пулать. Если солнце садится в тучу — будет облачно, погода к ненастью, будет дождь. IЬ. 167. Пĕлĕт каркаланать, облака связываются. Пĕлĕт ярăмланать. Небо делается полосатьм. Пĕлĕт ярăмланать — означает также полосы дождя, видные на горизонте. Сущ. названия сложн.: çӳхе ярăмлă — перисто-полосатые; сайра ярăмлă — перисто-кучевые облака, расположенные рядами. IЬ. Ярапаллă пĕлĕт, облако бахромою; особый вид перистых облаков, образующийся при восходе и закате солнца. При этом наблюдается следующее: при закате облака образуются на западе, идут от солнца, образуя длинные, загнутые на конце ветви, при восходе вместо этого они образуются на востоке или юге; бывают алые. Обыкновенно бывают эти облака в сухое и тихое время. Если при восходе они очень красны — к дождю. После восхода они пропадают. IЬ. Вĕçкĕн пĕлĕт, щеголеватое облако. IЬ. Кăтра пĕлĕт, кудрявое облако. IЬ. Сайра пĕлĕт, редкие облака, отдельными клочками. IЬ. Çăмăр пĕлĕт(ĕ), туча, дождевое облако. IЬ. Тикĕс пĕлĕт, плоское облако. IЬ. Типĕ пĕлĕт, сухое, бездождное. IЬ. Хытă мар пĕлĕт, пушистое, размытое облако. IЬ. Хулăн пĕлĕт, тачка пĕлĕт, толстое облако. IЬ. 168. Сурăх çу пек пĕлĕт, как баранье сало (на щах), мелкие высокие кучевые облака — к вёдру. IЬ. Кăпăш пĕлĕт, рыхлое облако, как вата, с нерезкими очертаниями (противоположно хытă). IЬ. Хурт карасĕ пек пĕлет, как пчелиные соты, появляются перед обедом. Если из них образуются синие облака, не особенно толстые — к дождю, а если пропадают — к вёдру. IЬ. 166. Çӳхе пĕлĕт, тонкие облака, сквозь них видно голубое небо; бывают различной формы; кажется, перистые облака. IЬ. 3. Хĕвел хулăн пĕлĕте ларсан, тепĕр куннех çăмăр пулать. ТХКА 11. Савăт хашлат, труписенчен кăвар, тĕтĕм тухса, кăвак пĕлĕтпе хутшăнать. Савăт тĕтĕмĕ кăвак пĕлĕтпе тĕнчене сарăлать. Ачач 71. Çӳлти, çич хут пĕлĕт тăрринчи илемлĕ рай. N. Паян кунĕпех пĕлĕтсем юхаççĕ. Сред. Юм. Çăмăр çуса чарăнсан, çăмăр пĕлĕтне: карланса кайрĕ, теççĕ. IЬ. Пĕлĕтрен çăмăр ярăмланса çуни корăнсан калаççĕ: пĕлĕт ярăмлана пуçланă. (Указывает на падение дождя в одном месте, как оно представляется на далеком расстоянии). Сред. Юм. Пĕлĕт таткаланса карĕ. (Çăмăр çуса чарăнсан, уçă вырансем курăна пуçласан калаççĕ). СТИК. Хĕвел анăçĕнче каçалапа пĕлĕтсем ярăм-ярăм тăраççĕ; е çумăр пĕлĕчĕ тăсăм-тăсăм тăрать — çавна: пĕлĕт ярăмланчĕ, теççĕ. N. Пĕлĕт пусса илет. Надвигается облако. Турх. Пĕлĕт также означает губку: пĕлĕт татăлса ӳкет!
пĕлĕт татки
то же, что пĕлĕт татăкĕ. Микушк. Хура вăрман çинчи пĕлĕт татки ман пуçăмри шурă тутăр пек.
пĕр
(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.
пĕркенчĕк
(-ζэ̆к, -џ̌э̆к), покрывало. ТММ. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăват хĕр йĕрет. (Сĕтел). IЬ. Шур пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ. (Юр). N. Тĕттĕме хăйĕн пĕркенчĕкĕ турĕ. N. Вара, килĕшсен, пĕркенчĕк айĕнче хĕрпе качча чуп-тутараççĕ. Якейк. † Хĕрĕн ĕмĕр иртесси шор пĕркенчĕк айĕнче. СПВВ. N. Пĕркенчĕке хĕрсем качча кайнă чухне пĕркенсе çӳреççĕ. Ст. Чек. Пĕркенчĕкĕ хăйĕн хап-хура (у невесты). || Пшкрт. Пĕр пĕркĕнчĕк томтир илтĕм (кипу, труду).
пĕрленти
бриллиантин; шерстяная ткань с атласным лоском. Янтик. † Хрантсуски çиччĕ-саккăр, шур пĕрленти явлăк пĕрехçех. Ау 254°. Шурă пĕрленти явлăксем саккăр та пур.
пĕрчĕкĕн
(-г-), маленькими частицами. Якейк. Польнитсăра ĕлĕк çĕр-мамăк вырăнне пĕрчĕкĕн салатнă пир тыткаланă. Баран. 132. Шурă ылттăн хăш çĕрте вакçеççĕ пĕрчĕкĕн выртать.
пĕт
(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.
пĕтер
(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.
пĕтĕмпе
целиком, сплошь, совсем. Альш. Унта кайнă-килнĕ çĕрте пĕтĕмпе вырăс ялĕ те вырăс çынни. IЬ. Лапсенче пĕтĕмпе хура хурлăхан. СПВВ. КЕ. Пĕтĕмпе пани — пĕр тĕслĕ япалана пĕр хăвармасăр пани. Цив. Пĕтĕмпе шăна кăмпи çиç. Все одни только мухоморы. Альш. Элшелĕпе Этремет хутлăхне çуркунне шыв илет те пĕтĕмпе, час çĕр типсе çитмес. IЬ. Çурăмсем пĕтĕмпе пĕсереççĕ. Вся спина горит (от жара). N. Вĕсенчен хăшĕ-хăшĕ ӳпкеленĕ пек ан ӳпкелĕр: вĕсене пĕтĕмпе пĕтерекен пĕтернĕ. Микушк. Пĕтĕмпе (сплошь) тулă акрăмăр. Истор. Ун чух ăна пĕтĕмпех çĕнтернĕ. N. Эсĕ пĕтĕмпех выртнă-и? Ты уже совсем улегся?
пĕтĕр
(пэ̆дэ̆р, пӧ̌д'ӧ̌р, пӧ̌дӧ̌р), крутить, сучить. Г. А. Отрыв. Урай варĕнче пĕтĕрсе çыхнăскер ташлать. (Шăпăр). Яндобы. Вĕрен вĕçĕн тиха самăртăп. (Йĕке пĕтĕрни). Ачач 60. Ахаль те илемлĕ пĕтĕрсе лартнă хура уссине (свои черные усы) сылтăм алли пӳрнисем татах пит хитрелентерсе пĕтĕре-пĕтĕре илеççĕ. || Надрать ухо. Б. Олг. Çиленсе холхаран пĕтĕртĕм пĕре она. || В перен. см. Орау. Пирĕн Элекçи паян апата пĕтĕрнĕ-янă (съел все).
пĕтĕрĕн
крутиться, свертываться, извиваться, скатываться; виться. Букв. Вĕрен пĕтĕрнет, скручивается. IЬ. Хивре явнă кантра пĕтĕрнет (свертывается). Орау. Лашан вĕренĕ (привязь) пĕтĕрĕннĕ. Çĕнтерчĕ 35. Ура çине сиксе тăрать те, çавăнтах пĕтĕрĕнсе ӳкет. Юрк. Пĕр-икшер-виçшер сăптăрсанах (удар цепом), кĕлте пуçĕсем пушансан, çӳлелле пĕтĕрĕнсе хăпара пуçланă (начинали). Альш. Пысăк çавра картана пĕри татать те, вăйă варинелле пĕтĕрĕнсе кĕрсе каят. П.-Пинер. † Хура шывсем юхаççĕ пĕтĕрĕнсе, ешĕл хумăш юлат тайăлса.
пĕтре-шăхран
назв. птицы. А. Турх. Пăтăр-пăтăр тутарса çӳрет (пĕтĕрнĕ пек), сăмси вăрăм (тем тăрăшшĕ), тĕм-хура мар, хăмăртарах. Çывăха ямас; хирте те, вăрманта та, шурлăхлăрах вырăнта пулать.
пĕтре
(пӧ̌т'рэ), кудрявый. Собр. † Хура тур лаша пĕтре çилхеллĕ. N. † Хура вăрман урлă каçнă чух пĕтре хӳреллĕ кайăксем куртăмăр.
Пĕчĕк хура-шыв
назв. речки, левого притока Мăн Хура-шыв'а.
плати
(плаδиы), булатный. N. † Шурă кулачине касмашкăн плати çĕçĕ кирлĕчĕ.
плев
то же, что пĕлев, особый камень, точильный брусок. СПВВ. ТМ. Пит яка чула плев теççĕ, унпа çĕçĕсем, тĕрлĕ япаласене хăйраççĕ, вăл пит çивĕчĕ тăват, ăна вăрманта кив çĕрĕк юман айĕнчен тупаççĕ. Вăл çĕрĕк юман каски айĕнче йĕркипе выртат, тĕсĕ хура.
правай
пароход (от русск. паровой). Шурам-п. Улюн Атăл çине пăх халĕ, шурă правай улăхать.
прака
(-га-), смесь барды (салат пăтти) с водою (от русск. брага). Альш. † Хура курка, прака шыв, силлерĕмĕр Кашана.
прапал
(-бал), неизв. сл. в загадке. Ст. Шаймурз. Прапал таврашĕ хап-хура. (Кăмака çăварĕ).
прешке
пряжка. Макс. Чăв. I, 77. Хура прешке, чĕн пиçиххи çыхрĕç манăн пилĕке.
приюм
прием (на военную службу). С. Айб. † Сарă укам пек çӳçĕме илчĕç. Салтак шăлса тухрĕ те, приюм хыçне кайса тăкрĕ. Юрк. † Приюм ăшĕнче чӳлмекĕ-чукунĕ вĕреет, шурă хурчăки пиçеет. Шурă хурчăкĕ (так!) çитмесен, манăн аван пуç çитес çук, пĕриншĕн мар, пуриншĕн. Карсун. Исех те каймаççĕ приюм курма, исех те каяççĕ çӳç хырма. || Ёрдово. Çил арман çил вăйлăрах чух хăвăртрах та вĕтĕрех кăларать; ун чух прийом ытларах хушас пулать.
прусна
борозда. Рак. Çеçен хирте хура сăкман выртать. (Прусна). Сала 325. Хура вăрман хыçĕнче пĕр ака-пуç акăрса акалат пĕр ача, унăнах та пруснисем ăрасна. СПВВ. КЕ. Суха сухаланă чухне, лаша кас хĕррипеле пымасан: прусна! теççĕ. Вăл: хĕррипе пыр, тени пулать. М. Васильев. Хĕр сохи просни. Альш. Автанпалан ака алтăм (так!), пруснипе калаçрăм. (Çыру çырни). N. Кашни анана прусна тунă. Вăл пруснасенче темĕн чухлĕ çĕр сая кайса выртнă.
пшавай
почтовый. Байгул. † Хура вăрман айĕпе пшавай ямшĕк çул хыврĕ.
расна
особый, отдельный, разный. N. Уссăр пырсем расна çынсем çех мар, хăш-хăш сословисем, классем пĕтĕмпех уссăр пыр. Моркар. Аттесем пĕр, аннесем расна. || Отдельно. Якейк. † Тури Мари темле чипер, хĕрсем хошшинче те раснах тăрать. Синьял. † Хура халат пит хӳхĕм, аркине тикĕс каснăран; расна çуралнă, пĕрле ӳснĕ, çавна курмасан, ăш выртмаçт. ЧП. Расна çуралса, пĕрле ӳссе, мĕшĕн уйăрăлмалла тунă-ши? N. Вăл çын расна тăратчĕ. Этот человек стоял отдельно.
решетке
(-ж-), решетка. Бугульм. † Чӳречĕрсем çинче решетке, решетке çинче перчетке. Тим. † Хура вăрман хĕрри решетке, шурă перчетке хурса çитерес. Пазух. Йĕри-тавра пăхрăм та: решетке пек хĕр тăрать. Кубня. † Вуник кусуй кăмăлĕшĕн, вуникĕ решетке тыттартăм; вуникĕ решетке кăмăлĕшĕн улма йăвăççи ларттартăм. Кама 3. Çтена çумĕнче сар-кайăк решетки. N. Чӳречине тимĕр решеткелĕ тутарнă. Чӳречине тимĕр решетке ларттарнă. Сред. Юм. Смавар решетки, решетка самовара.
а
(а), particula enclitica interrogativa: an, utrum, num, quae semper verbo finiio in duram vocalem desinenti additur, eidemque secundae tantum personae, ceteris orationis partibus nunquam adiungitur. Вопросительная энклитическая частица: ли, которая ставится только после окончательных глаголов 2-го лица с широким окончанием и иногда по русски не переводится. V. е, и. Алших. Саламалик, тавăсье! Ĕçетре-çиетре? вылатра-кулатра? пире хапăл тăватра? Привет вам и благодарноcть за ваше прежнее гостеприимство! Пируете-ли вы? веселитесь-ли вы? примете-ли вы нас к себе? V. К. Прокоп., Брак у чув., стр. 17, 48. Митта, эс хăнана пыратăн-а (пырáтна)? Дмитрий, ты пойдешь в гости? Эсĕр пасара пыратăр-а (пырáтра)! Вы поедете на базар со мною (или: с нами)? (или: вы приедете на базар в нашу деревню? Если базар не в деревне говорящего, то скажут: „Эсир пасара тухатăр-а (туháтра)?“ — если базар близко, и „эсĕр пасара каятăр-а?“ — если он далеко). Ib. Эс шыва кĕме карăн а? Ты ходал купаться? || Interdum primae personae imperativi adiungitur; haec loquendi forma, cantilenis propria, rem aliquam, cuius perficiendae magnam habeas fiduciam, tanquara alterius arbitrio permissam esse significare videtur. Присоединяясь к 1-му лицу пов. накл., выражает самоуверенное желание сделать что-либо при участии или содействии со стороны другого. Собран 108. Ĕçсем кукки куркуна: курку тĕпне курам-а? Илсем кукки çĕлĕкне: кăтра çӳçне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Сними, дядя, с себя шапку, я посмотрю на твои кудрявые волосы. Батыр. Б. Юрла-юрла ĕçер-е? юртан шурă пулар-а? Пылла-пылла ĕçер-е? пылтан тутлă пулар-а? Давайте пить и петь песни, и сделаемтесь белее снега. Давайте пить медовое пиво, и сделаемтесь слаще меда. С. Тим. Чĕлтĕр юхан çырмана чĕн чĕнтĕрпе карар-а? Давайте преградим течение журчащей речки, протянув настоящее кружево. || Tertiae quoque einsdem modi personae additur, cum aliquis vult significare sese ea, quae alter agat, pro nihilo ducere. Также ставится и после З-го лица того же наклонения, если хотят указать, что действиям другото не придают никакого значения. Ст. Чек. Ак вăл эсĕ мĕн хытланнине аçăна каласа парас тет. — Калатăр-а! Он хочет сообщить о том, что ты делаешь, твоему отцу. — Пусть сообщает, не очень то я об этом забочусь. Ib. Вăл килне каяс тет. — Кайтăр-а! Он хочет итти домой. — Пусть его уходит, не очень то я забочусь. || Item cum particula сам, imperativo addita, coniungitur, qua verborura copulatione is utitur, qui aliquem sincere et ex animo precatur. Соединяясь с частицею „сам“ пов. накл., выражает задушевную просьбу. Собран. 172. Каласам-а, тантăш, чăн тӳррине, санăн чуну кама юратат? Скажи, прошу тебя, мой друг, по чистой правде, кого ты любишь? Кильд. Т. Ан кайсам-а, чун савни, каласси пур пĕр сăмах. Не уходи, душа моя, мне надо кое-что тебе сказать. || Eadem loquendi forma adhibetur cum aliquis vult significare nibil interesse sua, quid agat alter. Тот же оборот выражает безразличное отношение к тому, что делает другое лицо. Ст. Чек. Аннене каласа парам-ха! — Каласам-а! Я вот пожалуюсь матери! — Жалуйся, не очень то я забочусь.
ай
(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.
ай
(аj), interi., ad rarios affectus exprimendos apta, междометие, выражающее различные душевные движения. Interdum est timentis. Иногда выражает страх. Шорк. Ай! йытти çыртать! Ай! собака кусается! Aut eius, cui dolet aliquid. Или боль. КС. Ай! алла пĕçерет! Ай! жжет руку! Interdum etiam contemnentis aut verba alicuius asperuantis. Иногда презрение или нежелание слушать чьи-либо речи и т. п.; при этом означенное слово произносится средне между aj и ах’. Шорк. Ай, санран килет-и вăл! Куда тебе! Разве ты можешь это сделать! КС. Ай! ун хыççăн кайсан! Ну, разве можно поступать по его советам? Ст. Чек. Ай, вара, ман хăлха клуххуй-и? Да разве я глухой? Б. Хирлеп. † Ай, вупкăн еркĕнĕ! Хăйне çакма саппань çук, мана саппан парса ячĕ! Ах, чтобы шут подрал мою любовницу! У самой нет фартука, чтобы на себя надеть, а она мне фартук дала. (Свад. п). Aut etiam admirantis, non sine stomacbo. Или удивление и досаду. Ст. Чек. Ай! эс паян яшка пĕçермен-и-мĕн? Пит хытă выçнăччĕ. Как, разве ты сегодня ничего не варила? Я сильно проголодался. || Eadem voce in aenigmatis violinae sonitus significatur. В загадках является подражанием звукам скрипки. Раков. Ай тĕм, вай тĕм, чунĕ пур та, юнĕ çук. (Купăс). Загадка, в которой четыре первых слова непереводимы, а смысл остальных таков: „душа у нея есть, а крови нет“. Альш. „Ай!“ тет, „вай!“ тет, чунĕ пур та юнĕ çук. (Купăс). Она говорит: „ай!“ она говорит: „Вай!“ — душа у нее есть, а крови нет. (Загадка о скрипке). || Item in carminibus Tschuvaschorum saepissime usurpatur, varia, ut videtur, significatione, quae ex totius carminis sententia pendet. Иногда это восклицание является особенностью языка народных песен, и его значение определяется общим содержанием песни. ЧП. Ай, чĕвĕл те чĕвĕл хура чĕкеç, кĕр каять те çур килет! Ах, черная ласточка-щебетунья, улетает осенью и возвращается весною! Н. Карм. Ай, выляр-и, тăван, ай, кулар-и, пур тăвансем пурте сыв чухне? Будем, родимый, веселиться, пока живы и здоровы все наши родные? || Interdum producta vocali littera effertur, commiserationis significandae causa. Иногда гласная а в этом междометии произносится протяжно (что я обозначил удвоением буквы), тогда оно выражает сожаление или сочувствие. Шорк. А-ай, ачине! Пипи пулчĕ! Ах ты, мой малюточка! ушибся! Урмай. „А-ай, тытнăскерех ĕçĕрĕнсе тарчĕ-ç! Апатне тата тутлăрах ту-ха, эреке ярса ту“, тесе калать, тет. Он сказал: „Совсем было поймал, а он вырвался и убежал. Ты приготовь обед еще слаше, состряпав его с вином“. || Eadem augetur magnitudo rei designandae. Также служит для усиления. Якей. Ай, чипер-çке ку! Ах, как она красива! Ib. „Ай, йоратап-çке! ай, йоратап-çке!“ тесе, тота тăвать. Целует и говорит: „Ах, как я люблю тебя!“ || Interdum etiam producta consonante enuntiatur, ut summa volnptas ex aliqua re percepta significetur. Hie particulae usis non satis certus est. Также может удлиняться и конечная согласная, тогда междометие выражает удовольетвие, восторг. Шорк. Ай-й, аван! Ах, как хорошо! (сомн.?). || In loquendo npnnunquam geminatar. Междометие ай может удваиваться, образуя сочетание ай-ай. Haec interiectio saepe ab eo usurpatur, qui petit auxilium aut iniuriam sibi illatam conqueritur. При этом им выражается или зов на помощь или жалоба на насилие. Шорк. Ай-ай! вĕлереççĕ! Ай! убивают! КС. Ай-ай! сухала тăпăлтарать! Ай! за бороду теребит! || Interdum superiativi vim habet aut significat admirationem. Иногда имеет значение частицы превосх. степени или служит для выражения удивления. Б. Акса, Якей. Ай-ай тăрăх! Ах, как жарко! Ст. Чек. Ай-ай, аван, чăнах та! Ах, как, в самом деле, хорошо! СТИК. Ай-ай, кăçал тырă йывăр пуçлă иккен! А и тяжелы же в этом году хлебные колосья! Якей. Ай-ай (или: ай-яй), паян авăн çапсан, лайăхчĕ! Ах, как было бы хорошо, если бы сегодня была молотьба! Ib. Ай-ай (или: ай-яй), ыратать! Ах, как болит! Ib. Ай-ай, ку пит лайăх (чипер)! Ах, как она хороша (красива)! Шорк. Ай-ай ку! Ну ай-ай! (удивление при каком либо поступке или указание на его необычайность). В говоре КС в этом случае всегда произносят ай-ай. || Eodein sensu etiam cum irrisione quadam ponitur. Иногда в последнем случае получает оттенок иронии. Сред. Юм. Ай-ай, эс пит чейе! Вишь какой ты хитрый! В говоре КС в этом случае произносят ай-яй. Череп. Ай-ай пит! Больно ты горазд! (т. е. думаешь о невыполнимом).
ай-уй
(аjуj), ай-ой, interiectio admirantis, aut commiseraniis, aut conquerentis, aut perculsi timore, aut omnino auxilio destituti. Междометие неожиданности, сожаления, жалобы, растерянности, испуга, беспомощности и удивления. Торп. Амăшĕ: „ай-уй!“ тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Мать его (неожиданно укушенная в сосок) вскрикнула от боли. Ст. Чек. Ай-уй, ачам, сана ачасем хĕнерĕç пулĕ, пит хурланса йĕрен! Ах, дитя мое, тебя, вероятно, прибили ребята, что ты так горько плачешь! КС. Ай-уй, ачам, шăнса карăн пулĕ! Ах, дитя мое, ты, вероятно, озяб! Орл. Ай-уй, карчăк! çарăка шăшисем çисе яраççĕ! Ах, старуха! ведь репу-то поедают мыши! Яргун. Карчăк кĕчĕ, тит те: „Ай-ой! Тип икерчĕ ан çи, тесе каларăм, тип икерчĕ çиса вилсе кайнă!“ тесе, хуйхăрса ячĕ, тет. Старуха вошла в избу, да так и ахнула. „Говорила я: не ешь сухих блинов! Вот стал есть, (подавился) и умер!“ Череп. Ай-уй! пĕтрĕм-çке! Ах, я погиб! Орл. Ай-уй! йĕкем ăçта-ши? Хапхам умне туй çитрĕ! Ах, где мое веретено?! К моим воротам уже подьехал свадебный поезд! КС. Ай-уй! çунса каятпăр! Батюшки! горим! Каракыш. Ай-уй! ан тивех, ӳкетĕп. Ах, не тронь меня, я упаду! (Загадка об инее). Шаймурз. Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! чĕлхемсем çыхланать вăтаннипе! Ах, мой милый друг с червыми глазами! от стыда у меня путается язык! Шорк. Ай-уй! Эсĕ çитрĕн те-и конта? Епле пит час килтĕн? Как, ты уже здесь? Как это ты пришел так скоро? || Nonnunquam etiam cum bianditia quadam enuntiatur. Иногда произносится с оттенком ласки. Череп. Ай-уй! алли (ал’л’и) пĕчекçеççĕ! Батюшки! какая махонькая ручёночка! || Produeta y littera admirationem significat, nonnumquam etiam cum quadam commiseratione, quod efficitur voce, vario modo mflexa. Если гласная второго слога междометия удваивается, то оно выражает удивление, иногда с оттенком сожаления, что зависит от интонации. Шорк. Ай-у-уй, пĕчĕккĕ! Ку йĕлтĕрпе епле çӳрес? Какие маленькие! Как ходить на таких лыжах? КС. Ай-у-уй! сухине аран тытса пырать! Господи! он еле правит сохов! Primae syllabae u littera interdum produeta voce effertur, quod non potest fieri nisi in canendo. Согласная й первого слога иногда удваивается: это может случиться лишь при пении, в обыкновенной же речи удвоения не бывает. ЧП. Ай-юй, аттеçĕм те аннеçĕм! уйăрăлаппăр-ĕçке пĕр çĕртрен! Ах, батюшка! ах, матушка! ведь для нас настало время разлуки. С. Тимерс. Ай-юй, тăванăмсем-тукансем! курса калаçмасан, чун тӳсмест. Ах, родные мои, родимые! как трудно переносить долгую разлуку ЧП. Ай-юй, „кил, кил!“ теме ай йăла пур, килсен: „кай, кай!“ теме йăла çук. Есть обычай приглашать (в гости), но жаль, что нет обычая говорить пришедшему гостю, чтобы он уходил.
авăн
(авы̆н), se flectere, se inflectere, se сurvare. Ст. Чек. † Хура вăрман витĕр тухнă чух урттăш йывăç юлчĕ авăнса. Когда я проезжал по большому лесу, нагнулся можжевеловый куст. Якей. Ку авăнмалли йăвăç мар. Это дерево не может согнуться. ЧС. Пĕтĕм çĕр кисренсе кайрĕ, пирĕн лаша авăнса тăчĕ. Вся земля затряслась, и наша лошадь изогнулась (intrpr. çурăмне аялалла туса хучĕ). Якей. Пирĕн орай хăми авăнса тохрĕ. У нас выкоробило пол. Ib. Орай авăнса кĕнĕ. Пол изогнулся (изгибом вниз).
авкалан
(авгалан), vario modo aut variis temp. etc. se inflectere, изгибаться разлачн. образ., в разн. время и пр. Якей. Çĕртен йĕпе-ман авкаланса тохать. Из земли выползает, изгибаясь, дождевой червь. МС. Йăвăçсем çилпе авкаланаççĕ. Деревья гнутся от ветра. Сирах. 160. Пăрушĕсене пăруласа хырăмĕсене çăмăллатнă чух вĕсем авкаланса тăраççĕ. Они изгибаются, рождая детей своих, выбрасывая свои ноши. Сред. Юм. Ашшĕ хĕнет те, ачи авкаланать аачах. Отец бьет, а мальчик так и извивается под ударами. Лашм. † Чӳрече витер хачă утрăм, хура чĕкеç куçне тăрăнчĕ. Пăхăр-халĕ хура чекеçне; авкаланать хачă (i. q. хайчă) уяки пек. Бросил я из окна ножницы, и они воткнулись в глаз черной ласточки. Посмотрите-ка на черную ласточку, как она изгабается (от боли, образуя) точно кольцо ножниц. СТИК. † Эй мăнтарăн Праска акки, авкаланат Иван аллинче! Ах, бедная Прасковья: как она извивается под ударами Ивана! (или: во всем ему повинуется; он из нее вьет веревки). || Etiam de equo quietis impatienti dicitur. Также говорится о лошадях, которые не стоят спокойно на месте. Сенчук. † Кăвак лаша, кăтра çилхе, авкаланать пасар варринче. Сивая лошадь с кудрявою гривою беспокойно стоит среди базара (т. е. топчется, вертит головою в т. п.). Лашм. † Хурама пĕкĕ, хура çăрха авкаланать хупах умĕнче; çинçе пӳçĕм (хура куçăм) авкаланать сар ача умĕнче. Вороной иноходец, запряженный в вязовую дугу, беспокойно стоит у кабака; мой тонкий стан (и черные глаза) кокетливо рисуются перед красавцем („русым“) парнем (т. е. я перед ним кокетничаю). Interdum idem est, quod niti, conniti, eniti ut. Иногда значит биться, cтараться. Н. Карм. † Анкарти хыçĕнчи шур мулкачă авкаланат анкартне кĕресшĕн. Белый заяц за гумном норовит (всячески старается), как бы ему пробраться на гумно. Стюх. † Пирĕн пекех хай çын ачи авкаланат çын çине кĕресшĕн. Молодые ребята, такие, как мы, бьются изо всех сил, чтобы выйти в люди. || Etiam de eodicitur, qui amore alicuius captus gratiam eius omnibus modis aucupatur. Также употребляется, когда говорят о тех, кто всячески старается понравиться тому, за кем ухаживает. ЧП. Çинче-ах та пилеклĕ, ай, Илье пур, авкаланать Акук, ай, умĕнче. У нас есть Илья, у которого тонкая талия; он увивается перед Агафьей (стараясь понравиться, проявить ловкость, остроумие и пр.). || Eadem vox verbo „хуçкалан“ adiuncta usurpatur, cum alicuius nimia sui ostentatio aut vita licentior designanda est. Также соединяется с хуçкалан. Якей. † Çинче пилĕк сарă хĕр авкаланать-хуçкаланать, ялан ыр çын улĕ умĕнче. Русые девушки с тонкими талиями всячески кокетничают, и все перед сыновьями богатых людей. Бугульм.? † Кăвакарат-ешерет ялан çерем уçăмĕ; авкаланат-хуçкаланат ялан ырă çын ачисем. И синеет и зеленеет, — и все озямь на новине; и ломаются и вихляются (т. е. ведут себя вольно, разгульно, так как им все прощается), — и все дети богатых и влиятельных (в деревне) людей.
акăльски
(агы̃л’ски), britannicus, английский. Якей. || СТИК. Акăльски çип, fila duplicata e lino xylino facta, крученые бумажные нитки. Л. Кошк. Fila duplicata e lino xylino facta. Eorum plura sunt genera, velut: их несколько сортов: таса акăльски, quae sunt candidissima (чăлт шурă), совершенно белые нитки; хĕрлĕ акăлски, rubri coloris, красные, _ахал акăльски, usitatisslma vilissimaque, subflavi coloris. простые и дешевые, желтоватого цвета.
акар
(агы̆р), rudere, rugire; vociferari; vociferari alicui metus iniiciendi causa; acutuni atque ingratum sonum emittere (in canendo), реветь; кричать, орать; кричать для устрашения: петь громко и некрасиво. Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет, ку арăм патне. Вот идет к этой женщине с громким ревом медведь, поднявши передние лапы. Изамб. Т. Мĕн акăратăн? Что ты орешь? Альш. † Аслă-ях та вăрман хыçĕнче акăрса, шăхăрса акасем тăваççĕ. За большим лесом пашут с громким криком и свистом. Янш.-Норв. † Аслă вăрман хĕрринче акăрса ака тăваççĕ. На опушке большого леса пашут с громким криком. Бюрг. † Хура вăрман хыçĕнче пĕр ака-пуç, акăрса акалат пĕр ача. За темным лесом пашет плугом парень, громко крича (на лошадей). Сред. Юм. Ачасĕм конĕпех акăрчĕç паян. Сегодня их ребятишки орали весь день, т. е. „плакала низким голосом“ (говорится о больших детях, лег с семи или восьми). || Metaph. est ditescere, augere rem familiarem; pinguescere. nitescere, corpus augere (de equls dicitur); luxuriare (de plantis). Переносно. Сред. Юм. Халь акăрчĕ ĕнтĕ õ. 1. Теперь он разбогател. 2. Теперь она (лошадь) поправилась (потучнела). Ib. Çак çăмăр хыççăн паранк аврисĕм акăрса кайнă. После этого дождя картофельная литвинья (ботва) сильно пошла в рост. Ib. Кõнтан çăмăр пõлсан тыр акрать ĕнтĕ. Теперь если будут дожди, хлеб быстро (а сильно, густо) пойдет в рост. О. Череп. Йывăç ахăрса (V. ахăр) карĕ. Дерево разрослось.
акăш
unde derivatum est: акăш-макăш (агы̆ш-магы̆ш), i. q. акшă-макшă. Forsitan a v originem traxerit, nomine eyeni, avis inauspicatissimae. Atque primum adverbii loco onitur iia, ut significet: admodum, valde, insolenter, mirum in modum; optime, pulchre; pessime. Vox ambigua. Чрезвычайно, очень, необыкновенно, странно, несуразно, прекрасно; очень дурно. Ст. Чек. Акăш-макăш усал, чрезвычайно злой, дурной; акăш макăш аван, чрезв. хороший; акăш-макăш илемлĕ, чрезвычайно красивый; акăш-макăш илемсĕр, пребезобразный; акăш-макăш ирсĕр, акăш-макăш йĕрĕнчĕк, прегадкий. Б. Ара. Акăш-макăш пуян (лайăх), очень богатый (хороший). Череп., СТИК. Акăш-макăш аван япала. Очень хорошая и нравящаяся вещь. Сред. Юм., Череп. Ытла пит акăш-макăш пысăк. Очень велик. Ср. Юм. Ытла пит акăш-макăш пысăккинех ан ил, мĕн тăвас õлă пит пысăккипе? Ты слишком большого не бери, на что он? Череп. Акăш-макăш тумланнă ку. Он одет чересчур нарядно (totus de capsula). Ст. Чек. Ах турă! ку епле акăш-макăш тумланнă! господи! Как он разнарядился (шутка или насмешка при виде плохо одетого). Ib. Пирĕн патăртан кайнăранпа ку епле акăш-макăш тумланса çӳре пуçларĕ! Как нарядно стал он одеваться с тех пор, как ушел от нас! (насмешка над плохо одетым. totus de capsula). Н. Карм. Пĕр ӳссĕр çын акăш-макăш хăтланса çӳрет (хăй мĕн тунине те пĕлмест, çаплкаланса çӳрет. Пьяный человек тычется из стороны в сторону и проделывает несуразные вещи, не отдавая себе отчета в том, что делает. Ib. Сурхурине карчăкпа старик пек тумланса пычĕç икĕ çын. Старикки шурă сухаллă, çăмлă çĕлĕк тăхăннă; карчăкки тем елес-мелес тăхăнса пĕтнĕ: курппун çын пек пулас тесе çурăмĕ хыçне тумтирĕ анне тем чăркаса чикнĕ, пуçне ал-шăлли пек хура туттăрсем чăркаса янă, пилĕкне алама кивĕ сарă çыхнă, аллине туя тытнă; шăлсăр çын пек калаçас тесе çăварне темĕскер хыпнă. Пырса кĕрсенех ташлама тытăнчĕç; темĕскер акăш-макăш хăтланса, чуп туса, ташласа тухса кайрĕç. На Овечью Ногу (святки) пришли двое, наряженных стариком и старухой. Старик — с белой бородой, в мохнатой шапке, в шубе, вывороченной на изнанку; старуха — в каком то стринном костюме, с горбом на спине, сделанным из какого-то свертка, который она подоткнула под одежду. На голову она навертела платков, грязных как утиральнак (утирка), вокруг пояса привязала старые сарă, в руках держала палку; чтобы ее речь походала на речь беззубой, она что-то взяла себе в рот. Как только они вошли в избу, они стали плясать, при чем выделывали разные (странные) штуки и целовались. С этим они и ушли. || Череп. Акăш-макăш калаçат. Expedite et commode loquitur. Говорит гладко, ловко. || Ст. Чек. Аннӳпе акăш-макăш (illiberaliter, inhumaniter) ан калаç (= хытă ан калаç), вăл сана çуратса ӳстернĕ. Ват çынпа акăш-макăш калаçмаççĕ, вăл санăн аçунтан та асла. Не говори грубо с своею матерью, она тебя родила и воспитала. С старым человеком не говорят грубо: он даже старше твоего отца. || Nonnunquam adiectivi vim habet (vocabulum anceps). Иногда имеет значение прилагательного. Нюш.-к. Акăш-макăш — „еккай (эккаj) вырнаçман, юравсăр япала!“ тени. „Еккай акăш-макăш япалу! (o rem ineptissimam!) ниçта вырнаçа пĕлмест!“. Агы̆ш-магы̆ш означает несуразвую вещь, которая нигде не может уместиться. „Экая несуразная вещь! нигде уместиться не может!“ Кубня. Акăш-макăш çын. 1. Vir praestantissimus. 2. Homo nequissimus. 1. Необыкновенно хорошай человек. 2. Никуда негодный человек. (Сообщ. Л. Марков. || Aut substantivi. Также существительного. Н. Карм. Чăвашăн акăш-макăшĕ (res ineptae), чӳкки-кĕлли пĕтмест ĕнтĕ унăн. У чувашина нет конца разным жертвоприношениям, молениям и всякой нелепице. Здесь чувашин пояснил выражение „акаш-макăш“ так: „алама ĕç туни“, т. е. дурные (плохие) дела. Сказ. и пред. 18. Акă кăвать хураççĕ акăш-макăш хăрăкран. Вот они кладут костер („sarmenta minutiora“) из разного сухого сброда. Хыр-к. Мĕн тумалла вăл вĕтĕ акăш-макăшпала? (de pisciculis minutis inutili-busque). Что, толку в этой мелюзге? (о мелкой рыбёшке). Ib. Çак хутиç çине акăш-макăш (res minutas, parvi pretii) тултартăм. Набрал (накупил) в этот мешок разной мелочи. Эльбор. Вăл тем акăш-макăш та пĕлет полĕ (de arte magica). Он, поди, и невесть что умеет (напр., колдовать). Ib. Çол çинче тем акăш-макăш та çакланĕ (de casu adverso). В дороге может все приключиться. Кубня. Унăн акăш-макăшĕ (insolentia, petulantia) пĕтес çук. Его шалостям, озорству, выходкам нет конца. (Сообщ. Л. Марков). || Haud raro in conviciis quoque dicitur, quo sensu usurpatum alia lingua reddi non potest. Иногда употребляется как бранное выражение. Шурăм. 6. Эрех пултăр — кӳпет вара! Ах, акăш-макăш! Была бы только водка — опиться готов! Ах, идол! Ib. Ах, акăш-макăш! кĕрлеминччĕ хуть! Хăй ӳсĕрне пĕлмест! Ах, идол! хоть бы не галдел! Не понимает, что сам пьян! (говорит апайка мужу). Можар. Анчах Макçăмран хăрани пур, пит вăйлă акăш-макăш. Только есть опасность со стороны Максама: уж очень он влиятелен, идол этакий! Йолаш. Акăш-макăш çĕлесе пĕтернĕ. Сшито плохо, несуразно. Ib. Акăш-макăш тус (тус. i. q. туса) пĕтернĕ. Сделано кое-как, безобразно. Янтик. Приккашчăк акăш-макăш вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Приказчик промчался (на лошади) с шиком. Ib. Акăш-макăш пурна пуçларĕ çав. Он стал жить богато, по-барски, с шиком, в свое удовольствие. Ib. Акăш-макăш çунтарса (или: вĕçтерсе) çӳрет. Шикует. Абаш. Акăш-макăш тоянсах окçана пĕтертĕм. Я истратил деньги просто на приобретение разной дребедени (напр., купил заслонку, мази, сахару, огурцов). Ib. Вăл акăш-макăшсене халь хăварман (i. е. ĕлĕкхи йăласене пăрахман: чӳк тăвăть, йомăç пăхать). Он еще не оставил (всей этой) дребедени (т. е. старых обычаев: жертвоприношений, гадания через йомзей). Ib. Акăш-макăш чӳклесе, мăшкăлтатса (мŏшкŏлдатса), кĕрĕк (i. q. кирек) мĕне асăнкаласа ĕлĕкхи йĕркепе порăнакан çын ĕçĕ. Акăш-макăш — жертвоприношения, старинные обряды и молитвы разным (божествам), которые совершает человек, живущий по старине. Ib. Акăш-макăшсемпе халь те вăл хăтланăть. Он все еще занимается (этими) нелепицами, этой дребеденью (т. е. не оставил старинных суеверных обрядов) Ib. Акăш-макăшсем анчах чопкаласа çӳретчĕç. Бегала лишь одна мелюзга (т. е. дети, ребята).
акшар
(акшар), calx (qua addita fila linea aut cannabina in aqua macerari solent, ut candidiora fiant). Известь. Продаетея на базарах и употребляется чувашами для беления пряжи (çип хутма). Абаш. Чеб. у. || N. Çунтарнă акшара кив çарансем çине тăксан аван. Жженою известью хорошо удобрять старые луга. Это слово (в значении „известь“) есть и в дер. Кибенеевой (Амалăх) Цив. у. Тат. аkшар, мел. Ягудар. Акшар шурă сăнлă. Акшара хуларан илеççĕ, кĕрепенки пĕр пус тăрать. Акшара çип пĕçернĕ çĕре яраççĕ. Тăта (i. q. тата) акшарпа мăрья шуратаççĕ. Известь белого цвета; покупают в городе по 1 коп. за фунт; употребляется для беленая („варки“) пряжи, а также идет на побелку дымовых труб.
алă валлли
, ал-валли, (алы̆ вал’л’и, ал-вал’л’и), partes parvae hostiae immolatae aliorumque ciborum, quibus diis res divina fieri solet, quae omnibus iis, qui sacrificio intersunt, distribuuntur et precatione facta ibidem religiosissime comeduntur. Стюх. Чув. 19. „Эти розданные по рукам присутствующих на молитве части от жертвенного мяса, вместе с частицею лепешки, называются по чувашски „ал-валли“, что значит: ручная часть или частица. После раздачи частиц глава семейства и прочие члены семьи встают на молитву. Молитву произносит только сам хозяин, а прочие стоят молча, но все, как сказано выше, должны быть в кафтане или в другом каком верхнем платье. По произнесении положенной на этот случай молитвы, все присаживаются на лавку в ряд, и с благоговением съедают частицы мяса и лепешки. При этом строго наблюдается, как бы не обронить крошек, так как это считается величайшим оскорблением для того божества, кому была принесена жертва“. V. Рекеев, V. 8. Альш. Пиçсен. Хурне кăларса тиркĕ çине хураççĕ, пĕчĕкçĕрех тиркĕпе пашалу. Вара хуранне пăттипе сĕтелĕн сылтăм енне лартать. Пиçнĕ хурне тир кĕпе алла тытать, сĕтел таврарах (умнерех) тăрса кĕл-тăвать. Кĕл-тунă хыççăн хура каскалать. Унтан хай каланă пек кăкăрĕ çинчи ашне, пакартине, пашалу; миçе çын, çавăн чухлĕ пай туса, алла тыттарать çав виçе япалана. „Алă валли“ теççĕ ăна. Ăна валеçсен пурте тăрса кĕл-тăваççĕ. „Паçăр пĕтĕмĕпеччĕ, халĕ ала валлипе; эпир çитерейменнине алă валли çитертĕр. Çырлахах, Мăн Кĕл-илен; савса панине савса ил; айван кĕллĕмĕре хапăл ил“, тет. Пуççапаççĕ (тайăлаççĕ-кăна) те çиеççĕ. Кашма сараççĕ çерем çине, ларса çиеççĕ пăттине те. Когда сварится. Вынимают гуся и кладут его на блюдо; (при этом бывает положена) на небольшом блюде лепешка. Потом он ставит котел и кашу по правую сторону стола, берет блюдо с вареным гусем в руки, становится поблаже к столу и произносит молитву. После молитвы он разрезывает гуся на части. Потом, как было сказано выше, он разделяет мясо с груди гуся, его желудок и лепешку на части, по числу присутствующих, и раздает каждому из них эти три предмета. Это называется ручными частями. После раздачи частиц все встают и молятся. Он говорит: „Давеча было (моление) целым гусем, теперь ручными частями. Пусть ручные части дополнят то, что нами было опущено. Помилуй. Великий Жертвоприимец [т. е. приниматель великой жертвы, приносимой от великаго душевнаго мучения (тарăхса)]! Прими с любовью то, что мы тебе с любовью приносим; прими нашу нескладную молитву!“ Они кланяются (не в землю) и начинают есть. Расстилают на лужайке кошму, садятся и едят также и кашу. Ib. Алă валли: 1) пэшалу, 2) ашĕ (кăкăрĕ çинчен), З) пакарти (хурăн) е пĕверĕ (пысăк выльăхăн). Ручные части (состоят из): 1) лепешки, 2) мяса (с груди), З) желудка (гуся) или печени (крупного животного). Эта последняя заметка в рукописи сначала написана, потом похерена. Менч. Чист. Çак кĕлле кĕл-туса пĕтерсессĕн чашăк çинчи çăкăра, чăкăта каскаласа ал-валли тăваççĕ. Вăл ал-валлисене пӳртри çынсене пурне те валеçсе параççĕ. Алă валли валеççĕ пĕтерсессĕн тата тепĕр хут пурте ура çине тăраççĕ те, ал-валлипе партак асăнаççĕ. Ал-валлипе асăнакан кĕлĕ ак çапла пуçланат: „Эй ырă туррă(м), ырă пӳлĕхĕм! сана ал валлипе асăнатпăр, витĕнетпĕр. После этой молитвы разрезывают хлеб и сыр, находящиея в чашке, и делают ручные части. Эти части раздают всем присутствующим в избе. После раздачи ручных частей все опять встают на ноги и творят краткую молитву с ручными частями. Молитва эта следующая: „О святый боже, о святой разделитель! мы поминаем тебя с ручными частями и к тебе прибегаем“! (Из обряда „ача ят хуни“). Чăв. кĕл. Çакă алă валли çитертĕр, çӳлти турра асăнатпăр. Пусть эти ручные, части дополнят (то, чего не достает); мы молимся небесному богу. (Из моления „Вăкăрпа учӳк“). Сиктер. Хĕвел тухăçнелле тăрса мĕн пур халăха алă-валли валеçсе пачĕç те, кĕлле ватти-вĕттипе тăчĕç. Обратились лицом к востоку, роздали всему народу ручные части, и все, старые и малые, стали на молитву. (Из „тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳктунă йĕрке“). „Алвалли“ — ломоть хлеба на кайăк чӳк в Ядр. у. Н. Лебеж. † Виç хĕл каçан такине алă-валли тумашкăн килтĕмĕр. Мы приехали, чтобы наделать ручных частей из их барана, которому исполнилось три зимы. (Из „саламалик“, речи которую произносил на свадьбе „мăн-кĕрӳ“]. Сиктер. Вара чӳклекен алă-валли аш касса илет, пĕчикçеççĕ татăксем: чĕрине, пĕверне, кăкăр ӳтне, пуçĕнчен, хӳре-чиккинчен (от репицы); вăл аш татăкĕсене пурне те кĕлĕ тунă чух алă çинче тытса тăма парать. Хăй вара çĕлĕкне хул хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕлĕ тума тытăнать еtс. V. Магн., 61.
ал витĕр пăх
(ал видэ̆р sive вид’э̆р п̚ы̆х), manu ad oculos opposita aiqd intueri, смотреть, прикрывая глаза рукою. Сред. Юм. Хĕвеле ал витĕр пăхать. Смотрит на солнце и при этом, чтобы не жмурить глаза, прикладывает руку ко лбу („с. сквозь руку“). Н. Якуш. † Хура вăрман çинче кăвак тĕтре, мĕн кун сирĕлессине пĕлмерĕм; мĕн кун сирĕлессе пĕлнĕ пулсан пăхса юлнă пулăттăм алă витĕр. На темном лесе синеватый туман; я не знал, в какой день он разойдется. Если бы я знал, когда он разойдется, то посмотрел бы, прикрывая глаза рукою.
кĕçĕн-алăк
(кэ̆з’э̆н’-алы̆к), portula, foricula, quae est iuxta portam maiorem, quam мăн алăк sive хапха dicimus, калитка. Череп. ЧП. † Кĕçĕн алăкран тухрăм, сĕлĕ сапрăм пĕр пуянăн шурă хурĕшĕн. Я вышла из калитки и посыпала овса для белого гуся одного богача. V. кĕçналăк.
алăк кати
(алы̆к каδиы), locus in aedibus prope ianuam, место в избе около двери. СТИК. Мĕн алăк катинче хĕсĕнсе тăратăн? кунталла кил. Что ты жмешься (т. е. стоишь) у самой двери? — пройди сюда. Бюрг. † Алăк кати тайăрах, чӳрече кати уçăрах; хура халăх сирĕлех, пире ирĕк парăрах! Притворите дверь и отворите окна. Раступись, народ, и дай нам простору!
алпас
(албас), a v. tatar. „ашб“, quae gigantem significat, et verbo „басты“, compresstt, unde per apocopen „алпас“ factum est. Daemonium quoddam, muliebre secus, quod crinibus passis vagari narratur, hominibusque morbum quendam incutere posse vulgo creditur.. От тюрк. алыб, гигант, и басты, придавил (где последн. слог отброшен). Название злого духа. V. алпастă еt улăп пусни. СПВВ. КС. Алпас — усал; вăл хĕр-арăм, тет те, çӳçне-пуçне салатса çӳрет, тет. Алпас — злой дух; он женского пола и, говорят, ходит с распущенными волосами. Стюхино, Бугур. Алпас ернĕ. Привязался „алпас“ (болезнь). || Eadem voce generalitet viri desig-nantur in sacro soilemni, quod чӳклеме dicitur, propterea, opinor, quod illi uxores suas in lecto incuborum instar premere soleant, aut quia longos capillos habeant, baud raro incomptos. Также говорится в шутку вообще о мужчинах (во время обряда чӳклеме). Т. VI. 52. Пичке пуçланă чухне кĕл-тăвакан кĕлĕ (ăна „турă амăшĕ курки“ теççĕ). Чăн малтанах кĕлĕ тăваканни: „Итлĕр-ха, хура халăх! Хуçа калат: „Çитменнине çак турă амăшĕ куркипе хура халăха çитерем“, тет. Алăк патĕнчи алпассем! эсир кĕрĕшетре, кĕрĕшместре?“ тет. Алăк патĕнчисем калаççĕ: „Кĕрĕшетпĕр, кĕрĕшетпĕр! Кĕтни те çакă; сире иккĕ, пире пĕре“, теççĕ. Кĕл-кĕлекенни: „Эппин юрат“, тет. Ну, тата тĕпелти Хурăнсур (scr. хурăн сур) кассисем, эсир кĕрĕшетре, кĕрĕшместре?“ тет. Хĕр-арăмĕçем калаççĕ: „Кĕрĕшетпĕр, кĕрĕшетпĕр! Кĕтни те çакă; сире иккĕ, пире пĕре“, теççĕ. Кĕл-тăваканни: „Ну, юрат“, тет. Молитва при починании бочки (при обряде „ковш божией матери“). Прежде всего тот, кто читает молитву, говорит: „Слушайте, честной народ! Хозяин говорит: „То, чего не хватило честному народу, я хочу пополнить этим ковшом божией матери“. Давилы(?), сидящие у дверей! согласны вы или нет? Те отвечают: „Согласны, согласны! Мы этого и ждали; вам два, нам один“. Читающий молитву говорит: „Значит, ладно“. „Ну, теперь вы, жительницы Березовой деревни (т. е. пришедшие с кладбища, с того света? Ср. каз.-тат. kаjы̆нсар, кладбище; здесь это выражение употреблено в виде шутки), сидящие в передней части избы, согласны ли вы или нет?“ Женщины отвечают: „Согласны, согласны! Мы этого и ждали; вам два, нам один“. Читающий молитву говорит: „Ну хорошо“. V. курка (тура амăшĕ курки), С. И. Иванов. Çапла ĕçтерсе пĕтерсен вара „улпут“ ыйтат: „Алăк пенчи алпассам! Хуçа: „Ятлă курка пуçласа ятăм“, тет; сире тиври, тимери? (т. е. тиврĕ-и, тимерĕ-и). Тимен пулсан ура çине тăрăр (scr. турăр)“. Вара усам калаççĕ: „Тиврĕ!“ теç. Угостив их таким образом всех пивом, „барин“ (особое лицо, участвующее в совершении обряда чӳклеме) спрашивает: „Давилы(?), сидящие у дверей! Хозяин говорит, что он начал (обряд) именного ковша; — досталось вам или не досталось? — Если не досталось, встаньте на ноги“. Те отвечают: „Досталось!“ (Из обряда „чӳклеме“). V. Золотн. 212 sqq., Оп. чув.синт. 462, 563 сс. V. алпастă.
симĕс алса
(симэ̆з алза), manuale viridis colons, зеленые голицы. Ст. Чек. Симĕс алса — пасарта, хура сăран алса майлă; тĕсĕ симĕс. Зеленые голицы продаются на базаре и похожи на черные; цвет зеленый.
сăран алса
(сы̆ран алза), manualia exteriora e corio facta, голяцы. Сред. Юм. Бывают хура (черные) сăран алса, хĕрлĕ (красные) сăран алса.
алса тулĕ
алса туль (т̚ул’э̆, т̚ул’, т’ол’э̆), manualia exteriora e rorio aut pelle confecta, голицы. Ст. Чек. Череп. || Череп. Алса тулĕ пек хыпат. Ест (лошадь, корова) во весь рот (i. q. çăвар тулли, pleno ore). Л. Кошк. Алса тулĕ пек пар ха аранçĕ утă, лаша çитер, çырткалатăр. Дай-ка лошади немножко сенца („с голицу“), пусть ее поест. — Хура алса тулĕ, manualia exteriora nigra, черные голицы.
амак
(амак), obsoleta, cuius veram atque propriam significationem nemo est, qui noverit; eandem habet originem, atque v. turc. [араб сăмахĕ] labor, tat. [араб сăмахĕ] debilitatio. Usum eius hodiernum ea, quae infra scripta sunt, docebunt. Устарелое слово, первоначальное значение которого точно неизвестно. Череп. „Амак — неопределенная болезнь“ (i. е. morbus incertus). Арс. „Тем амак — чорт знает, что. Амак — боль живота, причиняемая злым духом вопкăн’м. живущим в омуте (ср. тат. упkыи). Он будто бы бегает по ночам в виде черной собаки или кошки“, h. e. амак, ventris dolor, quo homines a daemone quodam, qui вопкăн appellatur, afficiuptur, quern rn loco fluminis profundiore habitare atque nocturnis temporibus in canem nigrum aut In felem conversum hue illuc cursitare credunt. Н. Карм. Амак çапманскер! Ut morbo „амак“ dicto afficiaris! (aut: afficiatur). Чтобы тебя (или: его) поразила болезнь. называемая „амак“! Слепой. Амак çапман пуçна! Чтобы тебя поразила болезнь! Череп. Мĕн амак пулчĕ кăна?! Что с ним стряслось?! (О болезни неопределенной и неясной). Арç. † Те ар-çори, те шойттан, те ыр-осал, те вăр-хорах, те çол маяк, тем амак! Чорт знает, что это такое: не то леший, не то чорт, не то какой-то дух, не то разбойник, не то дорожная веха! Кильд. Ш. Ах, тăвансам! çакă сăмаха калама та çăмăлах мар; ма каланă-ши акă çакă сăмаха: „Аçа-çори ашшĕне Аса-атте (v. аçа) çаптăр, ăма-çори амăшне амак çаптăр“, тенĕ? Ах, братья! не легко и сказать это слово; почему это так говорится изстари: „Пусть отчима разразит громом, а мачеху поразит лихим недугом“? Череп. Амак тыташшĕ! Чтобы (тебе, ему попритчилось! (= çӳрейми пулăсăнччĕ“, т. е. чтобы (тебе, ему) обезножеть!). Л. Кошки. Эх, амаках тыттăр ĕнтĕ! Йĕрки çук пĕртте! Никакого порядка нет! Чтобы вам попритчилось! || Item morbus quidam (tumoris genus), quo boves ovesque afflciuntur. Также болезнь коров и овец. Шибач. „Ман ĕнене амак полчĕ, труках сумар полчĕ“. — Моклашка полать айăкра, она шăлпа çыртса çĕмĕреççĕ. „С моею коровою случилась болезнь амак“ — На боку появляется шишка, которую разминают, стискивая ее зубами. I. q. чĕмере? — Çеçмер. Амак полнă. (У овцы.) сделалась болезнь (от которой лечат кровопусканием. || Spasmi genus, quo vexantur agni, род судорог у ягнят. Хорачка. Под’ак амаҕы̆. Амак ползан тапкаланат, ӳҕӓт, ты̆рат, выдат. Оϱиын’џӓн, хы̆лhин’џӓн хӳрин’џӓн тордаччы̆. Амак у ягнят. Когда случится эта болезнь, то ягненок дрягается, падает, встает, ложится. Лечат тем, что тянут его (крест-на-крест) за ноги, уши и хвост. || Haud raro cum stomacho quodam dicitur aut indignatione, sicut apud Latinos malum. Нередко употребляется в выражениях недовольства, раздражения. Тюрлема. Эй амак! астуман та, тăрса юлнă! Ах, чорт возьми, забыл и не взял! Изамб. Т Эй амак! япалана манса хăвартăм! Чорт возьми! забыл ведь взять вещь-то! ЧС. Тата мĕн амак пулнă пулать? Что там еще стряслось (или: случилось)? Ib. Анне юмăçран тавăрăнсан атте ыйтрĕ: „Тата мĕн амак тумалла?“ терĕ. Когда мать вернулась от йомзи, отец (недовольный) спросил: „Ну, что еще надо сделать?“ Бугульм. Мĕн амак пулчĕ? Что стряслось (т. е. случилось)? Сред. Юм. Кăçта амака каян эс õпта? Куда к чорту ты туда идешь? Ib. Мĕн амака кайса çĕтрĕ çав? Куда это он запропастился, запропал, девался? Изамб. Т. Ах амак! хĕр-арăмсем чей-сахăр илме каланăччĕ тата! Ах ты, чорт возьми! бабы еще велели чаю-сахару купить! Сред. Юм. Тем амак пõлчĕ, çõрăма яшт чике-чике каять хăй! Не знаю, что такое случилось, все в спине покалывает! СПВВ. ЕС. Ача-пăча киле таврăнмасан ашшĕ: „Мĕн амака кайнă-ши çав?“ теççĕ. Когда дети не возвращаются домой, родители говорят: „Куда это они провалились?“ Цив. Ак амак! Вот какая чертовщина! Янтик. Эй, амак! Тем тума кĕрсе кайнă у унта! Ах, чорт возьми! Не знаю, зачем это ее туда занесло (напр., корову в оглобли). V. чир. Л. Кошки. Амакне килеймерĕ ĕнтĕ, темĕн ĕçлесе тăчĕ ĕнтĕ унта! Чорт его знает, почему он не пришел, и что он там делал. V. хура юн.
анлă
(анлы̆), latus (adj.). Pierumque de textilibus dicitur, de ceteris vero rebirs rarissime. Широкий (обыкновенно о тканях, редко о других вещах). Сред. Юм. Пир сарлакăшĕ сарлака пõлсан анлă теççĕ. Если ширина холста значительная, то его называют широким. Иногда относится и к другим вещам. Калашн., 7. † Анлă кăкăр çипе пуçне уснă вăл. Склонил голову на широкую грудь. Череп. Анлă хăма, i. q. сарлака хăма, широкая доска. V. сарлака. Сказ. и пред. 104. † Хăйĕн анлă кăкăрне чул чышкипе çĕмĕрет. Разбивает скоим каменным кулаком свою широкую грудь. Алешк. † Хирте хуранăн-хуранăн курăнать, камăн хура анлă, ани-ши? Чьи это черные, широкие загоны черпеются в поле черными полосами? (О только что вспаханных или только что засеянных загонах). || Nom. Amniculi in praef. Buguruslanensi. Также назв. речки (çырма) около с. Стюхнна Бугурусл. у.: Анлă. Там же находится и Анлă-Юппи, речка (çырма), которая, вероятно, впадает в Анлă, на что указывает и самое название.
ан
(ан), descenders. Ds quolibet motu dicitur deorsum directo. Глагол, имеющий очень обширное значение и употребляющийся для означения всякого движения, направленного сверху вниз. По-рус. передается словами: спускаться, опускаться, сходить, слезать, съезжать, падать и т. п. Якей. Воç çанти çирмая анса шу ĕç. Сойди вон в тот овраг и напейся. Ib. Кошак кăмака (ă почта не слышится) çинчен анса тӳшек хыçне выртрĕ. Кошка слезла с печи и легла за периной. Ib. Çирмая аннă-анман пире чолпа пеме тапратрĕç. Не успели мы спуститься в овраг, как в нас стали кидать камнями. Ст. Чек. Анатсăн ан. Спустись (сойди, слезь), если хочешь. Альш. Сĕвен ку енни ялан та сĕвеккĕн анать. Ку енче Сĕвенелле унта-кунта çырмасем анаканнисем пур. Эта сторона Свияги всюду представляет покатость. На этой стороне, там и сям, в нее стекают речки. Завражная. Чăхсем кашта çинчен анчĕç. Куры слетели с насеста. Ib. Аптратса çитерчĕ, анма та пĕлмеçт. (Ita mulier queritur de viro suo nimis libidinoso). Ib. Сысна аçи пĕр хăпарсан анма та пĕлмеçт. Verres ubi semel ascendit ad descendendum tardissimus est. Сокращ. букв. 1908. Хурсем шыва аннă. Гуси сошли на воду. ЧП. Чупрăм та антăм эп аната. Я побежал и сбежал в низменность или: в нижний конец деревни (вообще в место, лежащее ниже того места, где был). Якей. Çирмаялла виçĕ ача анса карĕç. В овраг спустились трое малышей (или: парней). || Ire in loca inferiora. Также употребляется вообще вм. глагола итти, когда говорится о ком либо, идущем в более низкое место, нежели то, где он был. СТИК. Таркăнсем каçпа яла анса çăкăр илеççĕ, тет. Говорят, что беглые приходят вечером в деревню за хлебом. Ib. Кĕçĕр кашкăр аннă яла. Вечор в деревню приходил волк. Эти фразы относятся к селению, расположенному в ложбине речки, по обеим сторонам которой поднимаются отлогие холмы. Изамб. Т. Çынсем кăнтăрлана ана пуçласан ку лашине тăварчĕ те урапине кӳлсе киле ялсе тавăрăччĕ. Когда другие стали уходить домой полдничать, он выпряг лошадь, запряг ее в телегу и уехал домой. Ib. Тырă вырнă чухне кăнтăрлана чей ĕçме киле анаççĕ. Во время жнитва уходят в полдень домой, пить чай. || Также говорят: „пасара ан“ (aliquo ad mercatum ire), пойти на базар, поехать на базар. Якей. Эс килес пасара ан, вара мана çăмарта хакне калăн. Ты приходи (или: приезжай) на следующий базар, и тогда скажешь мне, почем продаются яйца. Абаш. Паян мăн-акка та пасара аннăччĕ. Сегодня и тетка (старш. сестра матери) ходила на базар. || Praeterea de feminis dicitur, quae ad fiumen descendunt lintea lavandi causa. Также говорится о женщинах, которые идут на речку мыть белье и пр. Ст. Чек. Пĕр арăм çырмана кĕпе çума аннă, тет. Одна женщина пришла на речку мыть белье. Срав. Ст. Чек. Шыв арманне антăм. Я ходил на водяную мельницу (или: пришел на мельницу). || Descendere de arbore, de vehiculo, ex equo. О слезании с дерева и пр. Пизип-Сорм. Ларсан-ларсан каç пулчĕ. Каç пулсан, чилай тăхтасан, çĕрле пулсан манăн пата çăка хăвăлне темĕскер анать çĕмĕрттерсе. Анса çите пуçласан эпĕ ала (алла?) тăсса пăхрăм та, манăн ала (алла?) кĕчĕ-карĕ темĕскер хӳри. Долго я сидел, наконец наступил вечер. Когда прошло довольно много времени и наступила ночь, ко мне, в дупло липы, стал кто-то („что-то“) слезать, производя сильный шум. Когда он уже был близко от меня, я протянул руку, и в моих руках очутился чей-то хвост. Яргейк. Вут эпĕ мĕнле асап куратăп! Чĕрнели аннă пулсассйн тата пĕтеретчĕç мана, тесе каларĕ, тет. Вот я как страдаю! Если бы слез тот, который с когтями, то они изуродовали бы меня еще больше, сказал он. Панклеи. Хĕр кӳме çинчен анчĕ те кальлях кĕрсе карĕ. Девушка вылезла из кибитки и опять вошла. Альш. Эпĕ урапа çинчен антăм. Я слез с телеги. Орау. Ан часрах лашу çинчен. Слезай скорее с лошади. || Secundo flumine proficisci aut eum locum versus iter facere, ubi in mare aiiudve fiumen se effundit. Также спускаться вниз по реке или из стран, лежащих в верховье реки, к ее низовью. Юрк. Чул-хуларан çав пырса çитнĕ кунех вутлă кимĕ çине ларса Шупашкар хулине антăм. В самый день приезда в Нижний я сел на пароход и уехал в Чебоксары. Истор. Днепрпа анса Древлянсене хăйне пăхăнтарнă. Спустился вниз по Днепру и покорил древлян. Собран. З20°. Питĕрпуртан аннă пикесен пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ. У барынь, приехавших из Петербурга, башмаки с высокими подборами (каблуками). Ст. Чек. Çырма тăрăх ут çулма антăм. Я спустился по оврагу, чтобы косить сено. || In altum descendere, mergi, submergi, hauriri (palude). Также сваливаться, проваливаться, увязать. Абыз. Темскер çĕмĕрĕлсе анса кайнă, пĕтĕм çĕр чĕтресе кайнă. Что-то провалилось с грохотом, так что задрожала вся земля. Алекс. Нев. Пăр çурăла-çурăла анса темĕн чухлĕ çын шыва кайса вилнĕ. Во многих местах провалился лед, и множество людей перетонуло. Бол. Ильш. Чупса пынă чухне шăтăка анса кая пачĕ, тет. Когда он бежал, то вдруг провалился в яму. N. Çак халăхсем саланса пĕтиччен эпĕ чăтса тăраймарăм, хурама хăвăлне анса кая патăм. Я не смог продержаться (вися в дупле) до тех пор, пока этот народ разошелся, и слетел (т. е. провалился) в дупло вяза. Торай. Пĕр ĕне лачакана анса кайнă. Одна корова утонула (погрузилась совсем) в топком месте. Ст. Чек. Шурă япала таçта ăнса кĕчĕ. Белый предмет куда-то провалился. || Delabi (in arvum). V. пут. Также о пище, воспринимаемой желудком. Альш. Апат çинĕ-çемĕн анать. Чем больше ешь, тем сильнее разыгрывается аппетит. L’ appetite vient en mangeant. (Послов). || Occidere (de sole). Также заходить, закатываться (о солнце). Изамб. Т. Ул пирĕн патăртан хĕвел аннă чухне тухса кайрĕ. Он вышел от нас на закате солнца. ЧС. Каç пуларахпа, хĕвел анас чух. Çумăр пĕлчĕсем тухкала пуçларĕç. К вечеру, около заката солнца, стали кое-где показываться дождевые облака. || In aenigmate quodam de lunae radiis dictum invenio, pro eo, quod est fundi. Также падать (о свете месяца). Шаймурз. З97°. Чӳречерен йăс кĕвентепе чышаççĕ. (Уйăх çути анни). В окошко тычут латунным коромыслом. (Загадка: падение лунных лучей). || Defluere, delabi, decurrere, effundi (de aqua dicitur, de lacrimis, de lacte ex uberibus manante). Также стекать (о воде, слезах, молоке кормилицы и пр.). Образцы, 61. † Хапхăр умне аннă юхăм шыв, хăмăш касса кĕпер хывас çук. Текучая вода залила все место перед вашими воротами, так что нельзя намостить моста, нарезав тростника. Сельск. хоз. р. II. Шыв çӳлтен аннă чух унăн çаранне пырса çапăнать. Когда вода стекает сверху, то ударяется в его луга. Альш. Хурăнварта типĕ çырма: çур-кунне-кăна хиртен шыв анать, çула шыв çук унта. В Березовом Долу сухой овраг: только весною стекает туда с полей вода, а летом там бывает сухо. Изамб. Т. 40°. Çапла каласан ку туй ачин икĕ куçĕнчен кус-çӳлĕ анчĕ. Когда он это сказал, этот парень, сопровождавший свадебный поезд, заплакал. Календ. 04. Сăмсаран анмасть-и? Нет ли у нее (у лошади) течи из носа? Череп. Ман темĕскер сĕт анмас (lac me deficit), ача выçă пулĕ. У меня что-то нет (в грудях) молока; ребенок, наверно, голоден. || Extra ripas diffluere, разлиться (о реке). Орау. Атăл шывĕ аннă. Rha flumen alveum excessit. Волга разлилась. Ib. Упнер шывĕ аннă, тет. Кушлавăша çул картланчĕ ĕнтĕ. Речка Упнер, говорят, разлилась: дороги в Кошлоуши уже нет. || Advolare (de hirundinibus dicitur, quae redeunte vere de caelo descendere putantur). Также прилетать, о ласточках, которыя, по мнению чуваш некоторых местностей, слетают весною с неба. N. Якури таврашĕнче чĕкеçсем анаççĕ. Около Егорьева дня прилетают ласточки. Ib. Чĕкеçсем анман-ха, ăшăтма тивĕç мар. Не должно быть теплу, так вак ласточки еще не прилетели. Можар. Якурирен малтан чĕкеç ансан (Череп. килсен) çу сивĕ килет, кайран ансан ăшă килет. Если ласточки прилетят раньше Егорья, то лето будет холодное, а если после, то — теплое. Однако скажут: куккук килнĕ, прилетели кукушки, хура-курак килнĕ, прилетели грачи, и пр. || Praeterea notandae sunt quaedam figurae verborum singulares. Также в некоторых чувашизмах. Якей. Ут орине сĕлĕ аннă. Ст. Чек. Лаша урине сĕлĕ аннă. Лошадь обезножела оттого, что ее разгоряченную накормили овсом. Avena intempestive data pedes equi corrupit. Изамб. Т. Лашан урине шыв ансан шывра тăратаççĕ. Если случится опоить лошадь, то (лечат ее тем, что) заставляют стоять в воде. (Si intempestive data potio equi pedes corruperit....). Чув-прим. о пог. 168. Каçпа ăшă ансассăн (si vespere tepidior fuerit aer) çăмăр пулать. Если вечером станет тепло, будет дождь. Завражная. Тин ăшă анчĕ. Лишь тогда (или: лишь сейчас) стало тепло (в избе). Ст. Чек. Кĕтӳ анчĕ. Стадо согнали в деревню. Grex domum rediit. Собран. З12. Анати, тăвати, вăй (scr. вăи) пĕтети килети. (Хутăр хутăрни). [Вероятно надо читать так: „Анать-и, тăвать-и; вăйă пĕтет-и, килет-и“. То спускается, то что (т. е. то поднимается); а когда игра кончится, приходит (домой). Загадка: мотание пряжи.].
анатри чăваш
(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулать — колать, а вместо пек — пак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].
анса лар
(анза лар), introrsus retractum esse (de oculis). Sedem eligere in loco depressiore. Букв. 04. Çаврака хура куçĕсем анса ларчĕç. Ее круглые черные глаза ввалились. Ст. Чек. Хура куçĕсем путса ларчĕç. Ib. Череп. Ку ача пулаймас пулĕ ахăр: куçĕсем анса ларнă. Этот ребенок, вероятно, не выздоровеет: у него ввалились глаза. Якей. Эсĕ итла çирмая анса ларнă-çке, çĕр куççа анма полтарать онта. Ты уж очень низко поселился, там и земля обвалиться может. Якей.. Ай-ай, ача, сан йĕм анса ларнă-ç! Ай ай, брат, да у тебя штаны свалились! || Saepissime habet vim verbi auxiliaris. Также употребл. в соединении с деепричастною формою других глаголов, имея значение вспомогат. глагола. Якей. Çортcам çинчен йорсам ирĕлсе анчĕç. Снег на крышах стаял. Ib. Сăртсам çинчен шусам йохса анчĕç. С холмов стекли потоки (весною). Ib. Паян пирн хватлă çилпе ик çăка тăрри хуçăлса аннă. Сегодня сильным ветром у нас сломило верхушки у двух лип. Орау. Сăртсем çинчен шывсем юхса ана пуçларĕç. С холмов потекли потоки. Ст. Чек. Капан тăрри ишелсе аннă. Вершинка стога свалилась. Ib. Арпалăх тăрри йăтăнса аннă. Крыша половни обрушилась. Ib. Пӳрт маччисем йăтăнса аннă. Потолок избы обрушился. Орау. Киле таврăннă чухне çул хĕрринче ларакан пĕр ишĕлсе-аннă арман патне çитрĕмĕр. Возвращаясь домой, мы дошли до находившейся прямо у дороги развалившейся мельницы.
ана
(ана), ita appellantur singulae partes agrorum, modicae magnitudes, limitibus tenuissimis disterminatae, загон, полоса пахотной земли в поле. Микуш. Çӳлти ана çине (сначала было написано: „çӳлĕ ту çине“, потом зачеркнуто) сĕлĕ акрăм хура лаша кăмăлĕшĕн. Ради удовольствия вороной лошади я посеял овес на нагорном загоне (Ст. Чек. ту çинчи ана çине) ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх... ани ухват палличче. Наш загон расположен вдоль дороги.... знак (тамга) загона — ухват. ЧП. Арçын алли тивмесен ана çийĕ хуралмĕ. Если мужчина не приложит своего труда, то загон останется не вспаханным. Султангул. † Çула тăрăх анăра çӳллен тулă акаттăр. На вашем загоне, который тянется вдоль дороги, вы каяждый год сеяли пшеницу. Хып. 06, № 2. Эпир мĕнле те пулса ана шучĕ ытларах акма тăрăшатпăр. Мы стараемся, по возможности, засеять побольше загонов. (Выражение неудачное). N. Çавăнтан Илия йăвăççам çăлса пăрахса Атăл çине ана турĕ, тет те, вилчĕ, тет. Потом Илья накидал на Волгу деревьев, вырывая их (с корнем), сделал на ней (точно) поле и умер. || Frumentum in ана satum. Также хлеб, посеянный на загоне. N. Вĕсем унта кайнă чух ана пĕте пуçларĕ. Когда они туда шли, загон стал приходить к концу (его стали дожинать). Ib. Ана пĕтерчĕç, юлашки кĕлтесене пысăкрах турĕç. Кĕлте (не) пĕчĕккĕ тусассăн килес çул тырă начар пулать. Сжали загон. Последние снопы сделали побольше. Если сделать маленькие снопы, то на следующий год будет плохой урожай. || Modus agri alia apud alios mensura. Также земельная мера, неодинаковая для разных местностей. Ана = 2000 кв. с. (Череп.), 1800 кв. с. (Бакырчи). Череп. Тутерем= 1/4 ана, çур-пилĕк = 1/2 ана. Чертаг. Ана — 10 чалăш сарлакăш, тăршшĕ 80. Ана — площадь в 10 сажен ширины и 80 саж. длины, т. е. 800. кв. саж. Магн. 44. „Пахотная земля для душевых наделов у чуваш, во 2 м стане Чебоксарского уезда, дробится 1) на сьор-билик [т. е. çор-пилĕк], по-татар. зярым биш [т. -е. џарым бiш], в 8 шагов ширины и 10 веревок в 10 сажеy (100 сажен) длины; и 2) тваткал [т. е. тăваткăл] — в 20 квадратных сажен (в деревне Туганашевой). 4 тваткала в деревне Малое Карачево (Сядырга) составляют сьор-билик, 2 тваткала — хорах йиран [т. е. хăрах йăран], 8 тваткалов — ана — загон (по-татар. зирь [т. е. џiр]). Мерой надела большею частию служит сьор-билик, реже (в некоторых деревнях Аттиковского прикола) — тваткал“. То, что здесь поставлено в кривые скобки, прибавлено мною. N. Пирĕн Шупашкар уясĕнче [scr. уясре!) виçе ятпа пĕр анаран кĕлтçеç иртет. Ана — десятина. У нас, в Чебокс у. на три души приходится один загон с небольшим. Загон равняется десятине. КС. Ана — 2/3 десятины, çур-пилĕк — 1/3 дес, чĕрĕк — 1/6 дес, уçмушкă (ус’мушкы̆) — 1/12 дес. Орау. Анан тăршшĕ (длина) — 120 чалăш (120 саж.), урлăшĕ (ширина) — 10 чалăш (т. е. 1200 кв. с), Ib. Анан çуррине çур-пилĕк теççĕ (1/2 ана назыв. çур-пилĕк). Анара тăват черек (т. е. ана = 4 чĕрĕк). Вута-б. Ана = 5×100 (или×120) кв. саж.; çур-пилĕк = 1/2 ана. Питуш. Ана = пĕр авăнлăх; хăрах йăран = çор авăнлăх (ползагона). Изамб. Т. Теçеттинере виç çур-пилĕк. Çур-пилĕкре ик тӳтрем. Теçеттинере ана çурă. Анара тăватă тӳтрем. В десятине (длина 160, ширина З0 саж.) три „çур-пилĕк“. В „çур-пилĕк“ два „тӳтрем“. В десятине полтора „ана“. В „ана“ четыре „тӳтрем“. В д. Якейкиной, Шуматов. вол. Ядрин. у., „ана“ — 1/3 десятины, „çор ана“ (иначе: çор авăнлăх) — 1/6 десятины, „ана çорă“ — 1/2 десятины. Якей. Эп паян ик ана турăм. Сегодня я вспахал 2/3 десятины. Ib. Ик лашапа пилĕк ана туманни мĕн вăл! Как это не вспахать на двух лошадях 12/3 десятины! Альш. Аслă çул килет Пăваран Çĕнĕ-Пăрăнтăка тӳп-тӳрĕ. Пирĕн çĕрсене вара кунта çав аслă çула пăхса виçис. Аслă çула маййăн та, ăна урлă маййăн та хирте пулуссасем тунă: пĕр хăлаç пек акман çĕр хăварттарнă. Вăл пулуссасем аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳре каяççĕ; урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. Вăл куçсенĕн пĕр майĕ 150 хăлаç, тепĕр майĕ 160 хăлаç, теççĕ. 160 хăлаçлă енне сакăр анана уйăрнă: анан сарлакăшĕ 20 хăлаç пулать вара, тăрăшшĕ 150 хăлаç пулать (150×20 = 3000 кв. саж.). Вăл анасем кăнтăрланалла пуçăн. Аслă çул хĕрринчисем аслă çула пуçăн вара. Пĕрринне кăна путрав ан пултăр тесе тунă, тет, ăна. Ял çывăхĕнчисем, çемлемер виçсе хăварни, ыттисем пекех; çерем кастарса халăхпа тара панисем апла мар: унта темиçен илеççĕ те, епле килнĕ, çапла тăваççĕ.... Елшелинче ята виçĕ хирĕнче те виçĕ тӳтрешкешер çĕр тивет, теççĕ; ятне 548 ят теççĕ пулас ялта. Анара икĕ çур-пилĕк хисеплеççĕ, çур-пилĕкре икĕ тӳтрешке хисеплеççĕ; тӳтрешкере пилĕк хăлаç. Большая дорога в новые Бурундуки идет совершенно прямо. Сообразно ее направлению у нас размерена и земля. В поле наделаны полосы, как в направлении большой дороги, так и эй наперерез, т. е. оставлены прогалы незасеянной земли, имеющие около сажени в ширину. Те полосы, которые тянутся соответственно направлению большой дороги, идут совершенно прямо, согласуясь с ее направлением; те же, которые идут ей наперерез, спускаются совершенно прямо по направлению сюда, в эту сторону. Таким образом в поле образуется ряд клеток пахотной земли. Одна сторона такой клетки, говорят, равняется 160 саж., а другая 150 саж. Сторона в 160 саж. разделена на восемь загонов, так что в ширину загон имеет 20, а в длину 150 саж. (150×20 = 3000 та. саж.). Эти затоны направдены одним концом к югу, Те из них, которые лежат по краям большой дороги, обращены концом к дороге. Говорят, что это сделано с тою целью, чтобы в случае потравы не страдал только кто-нибудь один. Загоны, прилегающие к деревне и нарезанные землемером, совершенно такие же, как и остальные; те же, которые отрезаны на нови и сданы в аренду обществом не таковы: там снимают землю несколько человек и распределяют ее так, как им придется. В Альшееве, говорят, приходится на душу в трех полях по три тӳтрешке земли; наделов в деревне, кажется (как говорят), 548. В загоне считают 2 çур-пилĕк, в çур-пилĕк два тӳтрешке; тӳтрешке имеет в ширину 5 саж..
анис
(ан’ис), a voce russ. auue. Hinc appellatum est (отсюда) анис улма, mall genus, анасовое (-ые) яблоко (-и). Colore distinguuntur et sapore, velut: различают: 1) хĕрлĕ анис (rubro соIоrе), красный анис; 2) шурă анис (mollia, dulci sapore), сладкий и мягкий анис (çемçереххи). Альш. В Ст. Чек. анис улми. В Çесмер анис (ан’ис, в друг. пад. ан’иза, ан’исран, ан’испа).
анти
(анди, ан’д’и ), i. q. ан тив, sine, per me licet, пусть, пускай, пущай. Additur tertiae pers. imperativi. Дик. Лебеди. 31. Анти вăл та сан пекех анкă-минкĕ, сан пекех юлхав пултăр! Пусть и она будет так же глупа и ленива, как ты! Послан. 85. Анчах хăйсене тытма пултараймасан анти мăшăрланччăр. Книга для чт. З2. Анти (scr. ан ти) пирĕн ĕç хура пултăр, ун вырăнне укçи шурă, шурă укçан чапĕ ырă. Пусть у нас работа черная, зато денежки белые, у белых денежек слава добрая. Кореньк. † Ăнти, аптрас çок о пит! Ничего, от этого ему не будет хуже, это ему не очень повредит (о Тришкином кафтане). || Rarius secundae. БАБ. Анти, пиртен пуçне ырă курăр ĕнтĕ: сирĕн патăртан пăрахса таратпăр. Пускай! Живите счастливо без нас, мы от вас уходим („бежим“).
апап
(абап?), vox incerta, quae in cantilena quadam legitur, неизвестное слово, встречающееся в песне (сăвă), не поддающейся обьяснению. Собран. † Апапап, апапап, апап каси вут пуçи (quo loco equidem „апап-касси, вут-пуççи“ leg. putaverim, вместо чего я прочел бы здесь: „апапкасси, вут-пуççи“), хура чипчип куç тулли. i. q. апап?
апата пыр
(абада п̚ыр), ire ad cenam (tempore meridiano). Микуш. Эсир, арçынсем ака патне кайсан, апата пынă чухне кĕпĕр хура пусан та, йĕмĕр шурă пултăр. Когда мужики поедут на пашню и вы пойдете к ним на обед, то пусть, хотя бы рубахи у вас и были грязны, но портки будут чисты.
ар-çури
ар-çори, ар-çурри, ар-çӳри (арз’удиы, арз’оϱиы, арз’уϱϱиы, арз’ӳри). i. e. quasi vir? Cf. ама çурри. Ita appellator daemonum silvestrium genus, capite permagno, oculis vero minutissimis, ut qui grani millii magnitudinem non excedant, qui viatores per silvosa loca iter facientes insectari creduntur identidem ciamantes, ut denticulos suos sibi comedendos praebeant; quos consecuti titillando interimere, dentesque eorum evulsos avidissime devorare dicuntur. Ex hominibus sepulcro carentibus fieri atque in varias formas transfigurari posse putantur. Ignem, aquam, salem, canem reformidare dicuntur. Quibusdam locis quasi in deorum numero habentur, sacrificiisque modicis honorantur. De his narrantur fabulae permultae, quas omnes hoc quidem loco recensere a proposito nostro alienum est. Alii (хиртисем) feminam esse volunt mammosam, inusitata magnitudine, quae ostendens genitalia cum risu impudentissimo viatores ad se vocare soleat; alii, omissa impudentia, pueros ab ea duos dorso portari dicunt, qui mammas eius ad tergum reiectas sugant. V. Paasonen H. Csuvas Szójegyzе́k, 51., Mе́szaros Gyula, A csuvas ӧsvallás emlе́kei, 51, 52 || Название лесного духа. Рекеев. У чуваш есть предание, что в старину в лесах жили арçурри — род обезьян, которые старались встретиться в лесу с человеком. Они очень любили полакомиться человеческими зубами, для чего щекотали человека, вырывали у него все зубы и глотали (их?). Арçурри отыскивал человека ло голосу, обманно отвечая на крик человека. Арçурри очень боялся рек, ключей и вообще воды. Приближаясь к человеку, он спрашивал: „Шыв вирелле каятна, шыв юхалла каят-на?“ (ты идешь против течения или по течению?). На что догадливые чуваши отвечали: „Юхалла, юхалла (по течению), чем и спасались от арçурри. Дело в том, что говорить: „шыв вирелле“ (против течения) нельзя было, потому что арçурри живо обежит исток или начало ключа или речёнки и живо явится к человеку; а если ответить ему: „шыв юхалла“, то он знает, что устье реки обойти невозможно, и оставляет человека в покое.“ || Говорят, что в прежнее время был обычай уводить в лес и умерщвлять больных, старых и увечных; души их, бродившие с криком по лесу, назывались ар-çури. || Якей. „Арçури — души убитых и не получивших напутствия (кĕл тутармасăр çапса пăрахнă çынсен чонĕсем). Шорк. Ар-çори — дух, обитающий в лесу; его можно видеть в разных видах. Он очень громко кричит, и если человек заплутается в лесу, то ар-çори откликается на его крик, сам зовет (его) и таким ооразом завлекает в самую глубь леса; иногда же сам гонится за человеком, зовет его по имени и хохочет. Избавиться от него можно крестом, вырезанным из земли. Ст. Чек. Арçури принимает разные формы, знает имя человека, щекочет его, и человек умирает. Нюш-к. Хĕр ача тăвса вăрмана кайса пăрахса витмесĕр хăварсан ултав ачи арçури пулать. Если девушка родит ребенка и бросит его в лесу, не прикрывши (землею?) то пригулыш обращается в арçури. V. Магн. 194. Ib. Çын шăмми те тăпра айне кĕмесен арçури пулать. Также если кости человека не будут зарыты в землю, то они обращаются в арçури. Ib. Арçури шăмă хышлакан кайăкран тарса çӳрет. Арçури убегает от зверя, который гложет кости. С. Хочашево. Арçорри тона-шăннинчен полать. Арçорри происходит из берцовой кости. Собран. Арçури вăл качча кайман хĕртен çуралнă, тет. Ăна çав хĕр çуратсанах сĕм вăрмана кайса пăрахнă, тет. Вăл вара ӳсе-ӳсе питĕ пысăк çын пулса виçĕ юман тăррине улăхса ларнă, тет. Унăн сăнĕ тĕм-хура, çӳçĕ вăрăм, тăват куçлă, тет; куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта, тет. Виçĕ алăллă, виçĕ ураллă, тет. Çав ар-çури вăрманта хăй патĕнчен çын иртсе каякана çынăн ячĕпех кăшкăрат, тет; çынни те ăна хирĕç кăшкăрсан ун патне вăрмана шатăртаттарса пырат, тет те, тытса çисе ярат, тет. Говорят, что арçури родился от (незамужней) девушки. Мать, родив его, тотчас же отнесла новорожденного в дремучий лес и там его забросила. После этого он стал рости, и наконец обратился в огромного человека и засел на вершинах трех дубов. У ар-çури совсем черное лицо, длинные волосы и четыре глаза: два спереди и два сзади. У него три руки и три ноги. Человека, который проходит лесом мимо него, он кличет по имени, и если тот откликнется на зов, то арçури подбегает к нему, поднимая треск по лесу, схватывает его и съедает. Чуратч. Ц. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр ачасем арçын-ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулать. Хĕр ача çуратсан, çынсенчен намăс тесе, час-часах ачине вĕлерсе, çынсем сисеччен, пĕр-пĕр çырмана пăрахаççĕ. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ. Çавăнпа вара: тăпра сапманшăн, кĕлтумасăр вилнĕшĕн, тата хăй ачине хăй вĕлернĕшĕн, çав ача вăрмана кайса арçӳри пулат. Хăйне пăрахнă кун çав арçӳри кăçкăрса çӳрет, тет. Ар-çӳри живет в лесу. В арçӳри обращается ребенок, который родится в том случае, если девушки играют с юношами. Когда девушка родит, то, из стыда перед другими, часто убивает ребенка и бросает его тайком куда-нибудь в овраг. Второпях девушки (оставляют ребенка), не бросив на него ни одной порошинки земли: Поэтому ребенок, так как его не посыпали землею и не отпели, и так как мать убила свое родное дитя, уходит в лес и обращается в ар-çӳри. Говорят, что в тот день, в который его бросили, ар-çӳри ходит и кричит. СТИК. Чăвашсем каланă тăрăх (руссицизм) арçурри çынна питĕ кăтăклат: хăй ахăлтатат, хăй кăтăклат. Арçуррие вĕлерсен ун пĕр тумлам юнĕнчен тата арçурри пулса тăрат. Арçурри вăрманта пурăнат. Пĕрре пĕр çын арçуррие каçпа уйăх çутипе вăрман тăрринче çăпата туса ларнине курнă. Ун аллинче пĕр турат, тет, шĕшлĕ вырăнне. По словам чуваш, арçурри щекочет людей: сам хохочет, а сам щекочет. Если убить арçурри, то из каждой капли его крови нарождается новый. Арçурри живет в лесу. Однажды один человек видел вечером, при свете месяца, как арçурри сидел на дереве и плел лапти. В руке у него был, вместо кочедыка, сучек. Собран. Тата пысăк вăрмансенче ар-çурри пур, теççĕ. Вăл тĕклĕ, тет. Унăн пуçĕ пысăк, теççĕ, куçĕ вир пĕрчи пек кăна, теççĕ. Вăл çынна курсан: „Катьтя пар!“ тесе чупат, теççĕ. Вăл вăрманпа тан, тет. Еще говорят, что в больших лесах есть арçурри. Он покрыт шерстью. Голова у него большая, а глаза лишь с просяное зернышко. Говорят, что если он завидит человека, то бежит к нему и кричит: „Дай мне твои зубки!“ По своему росту он, будто бы, ровен с лесом. Арçури вăл вăрманта пурăнать тата вахăчĕ-вăхăчĕпе вăл лупашкара пурăнать. Вăл этем е пĕччен çĕрте пит аптăратать, вăл йытăран пит хăрать. Ăна йытăпа хăвалаттарсан вăл çине (i. е. çынне?) пит йăлăнса чарма хушать. Арçури живёт в лесу, а иногда и в овраге. Он очень одолевает человека, когда последний один, но очень боится собаки. Если станешь травить его собакой, то он начинает умолять человека, чтобы тот отозвал (унял) собаку назад. Якей. Ар-çури вăл хĕсепсĕр вилнĕ çынсенчен полать; вăсам вăрманта порнаççĕ. Вăрманăн тăват кĕтессинчен тăваттăн тохса кăçкăрса пĕр çĕре похăнаççĕ. Вăсам „онта кама, хăçан, хăш вырăнта хăратмаллине шотлаççĕ. Арçури çынна вĕлермест, анчах хытă хăратать. Люди, умершие неестественною (чувашин перевел: „ненормальною“) смертью обращаются в арçури; они живут в лесу. Четверо их выходят из чеырех углов леса и с криком сходятся на одном месте. Там они совещаются о том, кого, когда и в каком месте пугать. Арçури не убивает человека, а только очень пугает. Шерче-к. Арчури (ita tribus locis scr.) вăл питĕ хăратакан япала. Вăл усал сывлăш. Вăл сарăмсăр вăрманта пачăшка умăнче çылăхине каçарттармасăр, турă юнне сыпмасăр вилнĕ çынтан пулать, теççĕ. Тата калаççĕ: мĕлле майпа вилнĕ, çавăн пек курăнса хăратать, теççĕ: хĕлле сивĕпе шăнса вилнисем çулла та кĕрĕкпе... (hic non lrgitur) çунапа çӳреççĕ, теççĕ; йăвăç айне пулса вилни пĕрех-маях кăçкăрать, теççĕ; йăвăç каснă чух йăвăç çинчен ӳксе вилни йăвăçсене касса, çĕмĕрсе çӳрет теççĕ. Тата хăш-хăшĕ иртсе пыракан çын ятне каласа хыçран чупать, теççĕ. Ар-çури очень пугает людей. Он — злой дух. Говорят, что он происходит из человека, неожиданно погибшего в лесу, без покаяния и причащения. Говорят еще, что он появляется и пугает людей в том самом виде, в каком погиб: те, которые замерзли зимою, ездят и летом в шубе... и на санях; тот, кого задавило деревом, все время кричит; тот, кто, во время рубки, упал с дерева и разбился на смерть, рубит и ломает деревья. Некоторые бегут за прохожими и кличут их по имени. Ib. Çавăн пек виçĕ-тăватă хут тăварса ячĕ ман лашана арчури. Вара эпĕ шукăшласа илтĕм те ĕлĕкхи аслаттесен сăмахисене, кӳлтĕм лашана сулахая, вара киле тул çутăлнă çĕре лăп çитрĕм. Таким образом ар-çури распрягал у меня лошадь раза четыре. Тогда я вспомнил старинные дедовские рассказы, запряг лошадь на левую сторону, и к рассвету доехал до дома. ЩС. Хĕрсем, арăмсем хăйсен ачисене вĕлерсе упашкана пăрахсассăн вăсем ар çӳри пулаççĕ, тет. Если женщина или девушка убьет своего ребенка и забросит его в овраг, то он обращается в ар-çӳри. Собран. 195°. Ар-çури вăрманта пурăнать, теççĕ. Вăл арçури хĕр ача çуратса пăрахнăстерĕнчен (i. q. пăрахнăскерĕнчен) пулать, теççĕ. Вăрманта арçури кăчкăрнипе илтсессĕн хирĕç кăчкăрма юрамаçть: хирĕç кăчкăрсассăн килсе çисе ярать. Кăчкăрсассăн та тăват-пиллĕк хуччен кăчкăрас пулать, вара ар-çури: „Этем ывăлĕ-хĕрĕ мăшкăлать“, тесе пымаçть, теççĕ. Ар-çури живет в лесу. Говорят, что в ар-çури превращается ребенок, рожденный и брошенный девушкою. Если услышишь в лесу крик ар-çури, то на него нельзя откликаться, иначе он подойдет и съест. Если же откликнешься, то надо сделать это четыре или пять раз; тогда ар-çури скажет: „Это люди передразнивают меня“, и не подойдет. Собран. З77. Ар-çурие шыва май тесен пырат, тет, шыва хирĕç, тесен тарат, тет. Говорят, что если ответишь арçури: „По течению“, то он подойдет, а если скажешь: „Против течения“, то он убежит. (Это неверно, см. выше). Ямбулат. Вăл тата йытăран, вут-кăвартан, тăвартан питĕ хăрать, теççĕ. Говорят, что он (ар-çури) очень боится собак, огня и соли. Перв. Тувси. Арçури кӳлнĕ лашана тăварса ярать, теççĕ. Говорят, что ар-çури распрягает у проезжего запряженную лошадь. Ib. Чăвашсем: ар-çури çыпăçсан çăкăр татăки ун енелле утас (= ывăтас) пулать, теççĕ. Чуваши говорят, что если привяжется (на дороге) ар-çури, то надо бросить в него („в его сторону“) куском хлеба. N. Тăпра çын çине лекмесен ар-çури (scr. ара çури) полать. Если на умершего не попадет земли, он обращается в ар-çури. Сред. Юм. Ар-çӳрин тõмтир пõлать, тет; çав тõмтире тõпса тăхăнсан çынна никам та кõраймас, тет, õ вара таçта япала кĕрсе илме те пõлтарать, тет, пĕр пус õкçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă (i. q. чĕртнĕ), тет те, çывăрма выртнă, тет. Хăй выртнă чõхне пĕр ар-çӳри пычĕ, тет, ăшăнма, тõмтирне астумасăр хăварнă, тет. Кõ çын çав тõмтире тăхăнса темле макаçăнсĕнчен кĕрсе тавар илсе тõхса тем пик пуйса кайнă, тет. Тулккĕ (тул’к’к’э̆) хывса пăрахма йорамас, тет, õ тõмтире. Çав çын пĕре хõларан таврăннă чõхне пит ăшă пõлса õрапа çине хывса хõнă, тет те, çавра çил пычĕ, тет, вĕçтерсе те, ар-çӳри тõмтирне вĕçтерерчĕ кайрĕ, тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топаймас, тет, çав тõмтире. Говорят, что ар-çӳри носит одежду, и если кто-нибудь найдет ее и наденет на себя, то сделается для всех невидимым и тогда может всюду входить и брать товар, не заплатив за него ни копейки. Рассказывают, что однажды один человек разложил костер и лег спать. Пока он спал, к огню подошел погреться ар-çӳри, и ушел, позабыв у костра свою одежду. После этого тот человек заходил в самые лучшие магазины, забирал там товары и страшно разботател. Только, говорят, эту одежду снимать нельзя. Однажды, когда этот человек возвращался из города, было очень жарко, и он снял с себя одежду, оставленную ему арçӳри и положил на телегу. Вдруг поднялся вихрь и унес одежду. С тех пор, говорят, никто не может ее найти. Ib. Ар-çӳри çапăннă. Ар-çӳри çапăнса çынна чирлеттерет, тет. Леший натолкнулся. Говорят, что если на человека натолкнется леший, то человек захворает. V. Магн. 247, 112. С. Богатыр., Ядр. Пошăт каснă чох çак çынсен çывăхĕнчех ар-çори кăшкăрма поçларĕ, тет. Кăшкăрать, тет, хăй этем пек, анчах темиçе тĕслĕ саспа та, тет. Когда они рубили лыки, совсем близко от них стал кричать ар-çори. Он, будто бы, кричит по-человечьи, но на разные голоса. Ib. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Пер вăрмана çитсен каç полчĕ, тет. Пĕр çырма патне çитсен лаша омĕнче арçори шори! кăшкăрса ячĕ, тет те, лаша топах тăчĕ, тет, нимскер тусан та каймасть, тет, малалла. „Чим-ха, эпĕ илтнĕччĕ мĕн тумаллине“, тесе каларĕ, тет, çын. Вара йоман патак касрĕ, тет те, ăна çорса çурăкне савăл çапса лартрĕ, тет. Вара арçори: „Ай-ай, ай-ай!“ тесе кăшкăрма поçларĕ, тет. Унтан вара çын савăлне кăларчĕ, тет те, арçори тарчĕ, тет. Как-то раз один человек поехал в Чебоксары продавать хлеб. Доехал он до леса, и наступил вечер. На краю одного оврага вдруг впереди лошади раздался пронзительный крик арçори. Лошадь остановилась, как вкопанная, и ни за что не хотела итти вперед. „Постой-ка!“ сказал человек: „я слышал, что тут надо сделать!“ Он вырубил дубовую палку, расщепнул ее (с конца) и забил в расщеп клин. Как только он это сделал, арçори закричал: „Ай-ай! ай-ай!“ Тогда человек вынул клин, и арçури обратился в бегство. Панклеи. Ар-çури вăл вăрманта çапса пăрахнă çынсанчен полать, тет. Говорят что в „арçури“ обращаются люди, убитые в лесу. Хорачк. Арз’уϱи вы̆л п̚олны̆ без время (siс!) вилнэ̆ с̚ын. Арз’уϱиы полза. С’олда лы̆кра хы̆н’џа вилнэ̆ ҕон т̚оҕат. Арçури — человек, умерший безвременно (т. е. неестеств. смертью). Он обратился в арçури. Ежегодно, в день своей смерти, он показывается (на свет божий). — У М. Ваçильева ар-çури указывается в числе божеств 7-го разряда. || Convicium est in puellam non satis verecundam. Переносно „ар-çури“ означает женщину, похожую в своем поведении на мужчину, нескромную. Череп. Ку хĕр чисти ар-çурри! Эта девка большая безобразница! (ведет себя без скромности, свойственной ее полу). СТИК. Ахтар! арçурри-ĕçке çав! Ах, какая безобразница! || Сред. Юм. Ар-çӳри пик çõхрать. Кричит как „арçӳри“. Так говорят о том, кто очень кричит (пит çõхракан çынна калаççĕ). Абыз. Ар-çури пек сиккелесе çӳрет. Прыгает, как ар-çури (говорят об отчаянном. Çĕн-Кипек. „Вăл (хĕр-ача) арçури пек (арçын ача пек), тĕр тума та пĕлмеçть.“ Она (девушка), как ар-çури (как парень), и вышивать-то не умет. Некоторые говорят, что ар-çури — женщина, высокая, с большими грудями, с волосами до земли. Cf. Paasonen, Csuvas Szójegyzе́k, 5. Ст. Чек. Пăхрăм çул çине. Темĕскер çӳлĕ те хулăн çул çинче тăрат. Хĕр-арăм евĕрлĕ, пĕвĕ ман икĕ пӳ чухлĕ, хыçĕпе ман енелле тăрат, çӳçĕ ура тупанĕ таранчченех. Эпĕ вăл тăнă тĕле çитесси пĕр вунă хăлаçа яхăн юлса чарăнтăм. Мана хай япала ятпа чĕне пуçларĕ. Сасси хăйин ман салтакра вилнĕ юлташ сасси пек. Эпĕ чĕнмерĕм. Виçĕ хуччен чĕнчĕ. Унтан ман еннелле çаврăнчĕ те, ман патмалла ута пуçларĕ. Чĕччисем пăтавкка пек. Эпĕ турра асăнтăм та, виçĕ хут сăх-сăхрăм та яра патăм патакпа. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăват; йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала йывăçсене хирсе вăрман ăшне кĕрсе карĕ. Нумайччен шăттăр-шаттăр, шăттар-паттăр туни илтĕнчĕ. Эпĕ турра сăх-сăхрам та, виçĕ çухрăм вăрмантан тухачченех чупрăм. Хам курнинчен хам тĕлĕнетĕп. Çав арçури мар-им ĕнтĕ? Я посмотрел на дорогу. На дороге стояло что-то высокое и толстое. [Это существо] было похоже на женщину; ростом оно было выше меня вдвое; оно стояло ко мне спиною, и его волосы доходили до пят („до подошв“). Когда между мною и им оставалось около десяти сажен, я остановился. Существо стало звать меня по имени. Голос его был похож на голос моего товарища, умершего в солдатах. Я молчал. Оно назвало меня трижды. Потом (женщина) обернулась ко мне (лицом) и пошла ко мне. Груди у нее с пуловку (малёнку). Я помянул имя божие, перекрестился трижды, да как швырну палкой. Лес затрещал, деревья стали ломаться и падать. Существо скрылось в лесу, ломая (на пути) деревья. Долго слышен был треск по лесу. Я перекрестился и пустился бежать. Бежал я З версты, до тех пор, пока не выбежал из леса. Я и сам дивлюсь тому, что мне (пришлось) увидеть. Неужели это не ар-çури? Ib. Пĕр çын вăрмана лашине кайса янă, тет. Вăрманта çиме пит аван пулнă, тет. Çын килелле кайсанах вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса кустарса çӳренĕ, тет. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет. Хырăмĕ çатан (или: кĕççĕ) пек пĕрĕннĕ, тет. Çын тепĕр кунта çавăнтах кайса янă, тет, анчах хăй вăрман (йывăç) айне выртса лапшне куçласа тăнă, тет. Пычĕ, тет, лаша патне арçури. Утланчĕ, тет те, лаша çине, ну кустарса çӳрет, тет. Çын лашине вăрмана хăварса киле тавăрăнчĕ, тет те, ват çынсене каласа пачĕ, тет. Ват çынсем ăна лашин утланакан вырăнне сăмалапа сĕрсе яма шухăш пачĕç, тет. Тепĕр кун çын лашин утланакан çĕрне сăмалапа сĕрсе ярат. Арçури малтанхи пекех лаша çине утланчĕ, тет те, кустарса çӳрерĕ, тет. Каç пулсан арçури лаша çинчен анма пикенчĕ, тет, анчах кучĕ çыпăçса кайнă, тет. Лаша килелле ута пуçларĕ, тет. Хире тухрĕç, тет. Арçури çул тăрăх: „Хире тухсан хир кулли, яла кĕрсен ял кулли!“ тесе макăрат, тет. Арçури макăрнине итлеме пĕтĕм ял пухăнчĕ, тет. Лаша хуçи, лаши карташне кĕрсен, арçурие лаша çурăмĕ çинчен антарчĕ, тет те, хӳринчен тытса тикĕтленĕ пушăпа кутĕнчен: „Ан утлан! ан утлан ӳлĕмрен лаша çине!“ тесе каласа, çаптарчĕ, тет. Арçури çавăнтан вара лаша çине утлану пулмарĕ, тет. Один человек пустил в лес лошадь. Корм в лесу был хороший. Как только человек ушел домой, из леса вышла арçури, села на лошадь и пустилась на ней скакать. Вечером лошадь пришла домой вес в поту. Брюхо у нее до того сморщилось, что стало похоже на плетенку (или: на войлок). На другой день человек пустил лошадь туда же, но только сам лег под деревом и смотрел за лошадью. Пришла к лошади арçури, села на нее верхом, и ну скакать. Человек оставил лошадь в лесу, воротился домой и рассказал (о случившемся) старикам. Старики научили его намазать то место у лошади, где садятся верхом, смолою. На другой день он так и сделал. Арçури попрежнему села верхом на лошадь и пустилась скакать. Когда наступил вечер, арçури стала слезать с лошада, [но не могла], потому что задница пристала к лошади. Лошадь пошла домой. Выехали в поле. Арçури едет и плачет: „В поле выехала — посмешище полю, в деревню въеду — посмешище деревне!“ Вьехали в деревню. Арçури и здесь плачет и приговаривает: „В поле выехала посмешище полю, в деревню въехала посмешище деревне!“ Вся деревня собралась послушать, как плачет арçури. Когда лошадь вошла во двор, хозяин ее стащил арçури с лошади, схватил за хвост, взял намазанный дегтем кнут и давай пороть! Сам порет, а сам приговаривает: „Вперед не езди верхом! Вперед не езди верхом!“ С этой поры ар-çури перестала садиться верхом на лошадей. Ст. Чек. Арçурри чĕччисем мишук пек вăрăм, тет, çӳçĕ ура тупанĕнченех, тет. Чупса кайнă чухне ланк, ланк, ланк, ланк (scr. ланк, ланк, ланк, ланк) туса пырат, тет. Йăт-качăкаран, пушăран арçурри вăл хăрат, тет; пĕрре хĕнесе е касса тумлаттарнă тумлам юнĕнчен темĕн чухлĕ пулать, тет. Ята пĕлет. Шыва хирĕç çын патне пымас, шыва май пусан (= пулсан) час çитет. Çынна тытсан кăтăкласа вĕлерет те, шăлĕ малтине (Iеgе: малти шăлĕсене) кăларса илет. — Шыва хирĕç-и, шыва май-и? — Шыва хирĕç, шыва хирĕç! Груди у ар-çурри длинные, как мешки, а волосы до подошв. Когда она бежит, то груди так и болтаются. Ар-çурри боитоя собак и кнута; если ее прибить или порезать, так чтобы капнула капля крови, то, говорят, из одной капли сделается несметное множество (ар çурри). Она знает имя (человека). Она не подходит к человеку против течения, а если случится по течению, то настигает его очень скоро. Поймав человека, она щекочет его до тех пор, пока тот не умрет, и вынимает у него передние зубы. [Арçурри спрашивает:] „Против воды или по воде?“ [Человек должен отвечать:] “Против воды, против воды!“ Ib. Каттине пар! Дай зубки! [говорит ар-çурри]. Ib. Çăмкка! йăтту пур-и? пушу пур-и? — Пур, пур! Кил-ха кунта, ак парса ярап! Семён! есть у тебя собака и кнуг? — Есть, есть! Иде-ка сюда, я вот тебе дам!
арап
(арап), Aethiops, арап. Альш. Череп. Хуп-хура, арап пек. Черный-пречёрный, как арап. || Nom. canis, кличка собаки. Череп. Арап! мах! Арăлка! на!
хура арăм
(хура ары̆м), i. q. seq. v. Ст. Чек.
шур-арăм
(шур-ары̆м), i. q. seq. v., то же, что шур арăмути. (В Зап. ВНО. „Шурă арăм“, id.). Череп.
аркă
(аргы̆), ora, extrema pars vestimenfi, подол, пола, край одежды. Ст. Чек. Аркă тытнă шур кĕпенне. К белой рубахе пришили оборку. Н. Карм. Тумтир тăхăннă чух тумăр арки таврăнсан сăйланмалла, теççĕ. Если, когда одеваешься, завернется пола платья, то это означает, что тебя угостят. N. Тумтир арки тавăрăнсан çын вăрçать. Если завернется пола у одежды, то, значит, будет ссора. Н. Карм. Кил хамăн аркă çине. Иди ко мне на колени (говорят детям). Альш. Ашшĕ арки çинче ларнă чух. Когда сидел на коленях у отца. Нов. Якуш. Пĕвĕрсем çинче, сăнăр хĕрлĕ, кам аркисем çинче ӳснĕ-ши? У вас тонкая талия и румяное лицо, на чьих это коленях вы росли? Букв. 04. Анне мана арки çине тытса ларчĕ. Мать села, взяв меня к себе на колени. † Ларма килнĕ хĕрсене аркăм çинче çӳретрĕм. С девушками, которые приезжали погостить (см. ларма хĕрĕ), я играл, сажая их на свои колени (или: оказывал им большое внимание). † Пирĕн те пур сарă ача, хĕрсен аркине сарекек. У нас есть русый парень, заворачавающий подолы у девушек. Ахаль тăриччен кĕрĕк аркине те пулин йăвала, теççĕ. Чем быть без дела, по крайней мере хоть разминай полу шубы. (Послов.). Халлап. 21. Çынсем аркăпа укçа тултарнине куртăм. Я видел, как люди насыпали в подолы деньги. Альш. Хура вăрмана юр çунă, арки вĕçне юр тивнĕ. В большом лесу выпал снег, который пристал к краям подола. || Radix montis, подошва горы. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çӳлĕ, арки аслă, ун аркине эпир ларас çук. Высоки высокие горы, и широки их подошвы, но нам не придется на них сидеть.
кай
(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.
кайăк
(каjы̆к), дикое животное; дикая птица; дичь; дикий. N. Чӳклемелле кун çунатлă кайăк пусаççĕ: хур ел кăвакал. (Во время моленья гов: «çунатлă кайăкăмпа» Вероятно, прежде приносили в жертву дикого гуся, почему и называют «кайăк»). N. † Çичĕ çунатлă кайăк çитнĕ çĕре çитет пулĕ салтакăн нушисем. СПВВ. ТА. Кайăк юн = кайăк йăви, гнездо. N. Ир тăракан кайăкăн сăмси шорă. Альш. † Шур каякăн çуначĕ çук: çавăнпа варманăн илем çук. N. Çунатлă кайăк вĕçнĕ пек аялалла юр вĕçтерет, саранча ушкăнĕ пек юр хĕвĕнçе анат. Чураль-к. Вĕт хăвара вĕт кайăк. (Пыйтă). || Зверь вообще. И. Седяк. Кайăк, зверь. Макка 22. Аслă вăрман хĕрне пытăр-а? Хура кăтра кайăксене куртăр-а? || Заяц. Юрк. Кайăк — мулкаç. Макка 21°. † Аслă вăрман хĕрне кĕрт хӳнĕ, шур кайăк тухса йĕр тунă. Альш. Çул урлă кайăк каçса кайсан, çул ăнмас (будет неудача). Юрк. † Кайăксем шуралса килнĕ чух, пурсуйăрсене ертсе ан тухăр. || Мышь. Шарбаш. Кайăк. Кошак шаши çынине корсан: кошак шăши тытнă, теме йорамаç, — каяк тытнă, тес полать. Ахальăн кошак шăши тытма пăрахать. (В данном случае мы имеем табу, т. е. словесный запрет названий животных. Слово «кайăк» является «падставным», вместо запретного «шăши»). «Кашкăра корсан: токмак те. (Здесь лежит идея замены запретного слова «подставным», с целью воздействовать на природу называемого зверя, ибо «токмак тесен кашкăрăн хӳри токмак пак йăварланать, тет»). || Дичь, как предмет охоты. Тараево. Старик кайăкра çӳренĕ чух пĕр ылтăн кайăк тĕк тупрĕ, тет. Панклеи. Ачин (парню), кайăкран (с охоты) тавăрнсан, молча кĕрмелле полат. Ib. Эп йăлăмра çичĕ çол кайăк патне çӳрерĕм (ходил на охоту), пĕр кайăк та тытмарăм. НАК. Кайăк хыççĕн çӳре (ходить за дичью). Пшкрт. Каjы̆к хыс’с’ы̆н с’ӧрӓ (охотигься). Ib. Каjы̆к пан’џан кизӓссэ̆н. Iв. Мана да изӓкаjы̆р каjы̆к патн’а (на охоту). || Насекомое. См. уй пăрçи. Сред. Юм. Кайăк — также насекомое (вообще). V.S. Кайăк — букашка. || Общее название, обьединяющее несколько схожих предметов. N. Сӳс тесе йĕтĕне те калаççĕ, кантăра та калаççĕ, сӳс — кайăк вал. || В переносном значении. Якейк. Пирĕн ялта кайăк порнать-ха, епле те полин тытса пĕтересчĕ она (вор, очень хитрый и ловкий, которого поймать трудно). СТИК. Хайхи кайăк сирĕн патăртах-и-ха? (напр. беглый и пр.) IЬ. Сирĕн çĕнĕ кайăк пур, темеççи? (о новорожденном «Выражает вообще что-то тайное, о чем не говорят открыто»).
хура кайăк
черный дятел? (птица) N. † Хура вăрман çинче хура кайăк.
кайăк чури
неясное выраж. N. Тата хура кураксем, тăррисем, ытти кайăк чурисем те çуркунне, хăйсен валли йăва туса, чĕпсем кăларса, ӳстерсе йышланма тăрăшаççĕ.
кавлем
рот (в загадке). Собр. Кавлем, кавлем, кавлем çинче нарат, нарат çинче кӳлли, кӳлли хыçĕнче хăваллăх, хăва çинче хура вăрман. (Çын пуçĕ).
как
подр. короткому одиночному крику гуся. КС. Хура (гуся) турпаспа петĕм те: как! терĕ.
каклат
издавать звук «как». КС. Хура-куракпа чана каклатаççĕ (крик). Вомбу-к. Хур каклатать. Собр. Ула-курак каклата пуçласан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. id.
кала
говорить, сказать, рассказать. В. Олг. Мĕн калатăн? Что скажешь? К.-Кушки. Хăш чух ик-виç сăмах калан та, пĕтсе те ларат. Скажешь иной раз два-три слова, и конец. Хурамал. Манран каласа пултăр, килме каларĕç: каятни, каймастни. Мое дело только сказать: велели притти, пойдешь или нет (это меня не касается). N. Он пек каламаççĕ пирĕн. Этого оборота у нас (в нашем говоре) нет. N. Эс апла никçан та ан кала (не скажи, не употребляй этого слова; «эс апла никçан та ан калаç», значило бы: «не говори в этом духе»). Юрк. Калама та çук (нечего говорить, что...; разумеется), ку вырăна часах çакланма (попасть) ĕмĕт тăвас çук (нельзя). Ib. † Сарă ачапа выля-выля, аллăм çыххи татăлчĕ. Аннене курсан, ан калăр. Калăсăр, калăсăр, калике (пусть вы скажете), манит парăп, хăтăлăп (избавлюсь от наказания). Трхбл. Пĕрре, иккĕ, вуниккĕ; кам каларĕ вуниккĕ? — Эп каларăм вуниккĕ. N. Эпĕ вĕсем Д. çĕрне каяс тесе каланине (как они говорили о том, что отправятся) илтсеттĕм. Якейк. Эс тем те калăн! Ты скажешь! (т. е. ты выдумаешь не знаю что). Сред. Юм. Калама тытăннă сăмаха каламас, вилме выртсан, час вилмес, тет. (Поговорка). Юрк. Çыруçă, вырăс çырăвĕнче ун пек паллăсене калама вĕреннĕскер, лешсем: «бзав», тесе калама хушсан, малтан ку, вăтанса, каламасăр тăрать (молчит). Изамб. Т. Унăн суккăр арăмĕ ултă ачипе тепле пурăнĕ. — Ан кала та (что и говорить)! ун пек ачасемпе юлакан арăмсĕм нумай пулĕç. N. Ăна паçăрах каламалаччĕ те... Это надо было сказать еще давеча. Сред. Юм. Ман çинчен: о çапла çӳрет (поступает, ведет себя), тесе кала пĕрех (попробуй-ка сказать про меня...), вара туйянан ху валли йыт çимен патакка. Ib. Ман çинчен он пик каланă пол (попробуй-ка сказать так про меня), çӳçна (= çӳçне) пĕр пĕрчĕ йолмиччен çăлса пĕтерĕп! Ib. Калас-калас тенĕ сăмахсĕм порччĕ, тăта çапах чарнса тăтăм. У меня были такие вещи («слова»), которые я непременно хотел высказать, но я удержался. N. Иван эсĕ мана Хусанта пурăнма хăварасшăн маррине килсе каларĕ. Иван сообщил мне, что ты не желаешь, чтобы я оставался в Казани. Регули 517. Вал каларĕ: килеп, тесе. Он сказал, что придет. N. Каласан та, ĕненес çук; вăл çапах та суя мар, чăн пулнă. Трудно этому поверить, и все-таки это правда! N. Уна каласси те çук. Об этом нечего и говорить, сеIаvа sansdire. Качал. Хай сысна тухрĕ ятлаçма: халĕ çатăп (= çиетĕп) сана; миçе калас сана: ан яр, тесе? (сколько раз тебе говорить, чтобы ты не пускал сюда коров?). N. Эп вунçичĕ пус укçа тупрăм! — Ан кала, пуйрăн! N. Кун пек вăрçă пулнине каламаççĕ. Не слышно, чтобы когда-либо была такая война. Карм. † Утçăм анмасть тарăн çырмана, чун тӳсеймест хытă (грубо) каласан. || Велеть, повелеть; советовать. Регули 11. Эп ăна килме каларăм. Я ему велел притти. Ст. Чек. Эп нумай калаçмастăп: пĕрре каласа тунă пултăр. Я долго не разговариваю: раз сказано (приказано), и должно быть сделано. Альш. Никамран ыйтмас-тумас вăл кун, никам каласса пăхмас (девушка): Микула кунĕ кĕвĕ каламала, тет те, утат. N. Епле торах каларĕ-ши мана пор çĕре те çитме! Регули 1069. Апай илме каланăшăн (каланăран) илтĕм. Т. Ку тĕттĕмре малала кайма каламăттăм эпĕ сана. В такую темь я не советовал бы тебе итти (ехать) дальше. Байгул. † Атте каларĕ хĕр пăхма, саррине те, вăрăммине, çӳç хĕрри кăтрине; ури çине пус, терĕ, хĕрне намăс ту, терĕ. Якейк. Тор ан калатăр (не приведи бог) онта порăнма! || Называть; упоминать. Утăм 1928, 76. Чăвашсем те япалана (предметы) пĕр пек каламаççĕ. Николаев. Çулăн пĕр енне калакан вырăн тăваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăн тепĕр ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурат. Унтан тытма(л)ла ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. N. Çав çын эпир калакан вырăнта пулнă. || Поучать, насталять. О сохр. здор. Ăна каласа вĕрентекен çук. Его некому научить, на ум наставить. || Полагать, предполагать. Ау 9°. Мана мĕншĕн кун патне илсе килтĕн? эпĕ ху валли тĕр, тесе каларăм, тесе калать, тет. || Играть на музыкальчом инструменте. Собр. † Тăмра илтĕм калама; тăмра кала пуçларĕ, инкесем ташлама пуçларĕç. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр (под музык. инстр.) пиллесе хăварат, тет (старик, умирая, оставил в наследство третьему сыну...). Богдашк. † Купăс купăс калас пур, пĕр хĕлĕхне татас пур. || Играть т. е. издавать звук (о музык. инструменте). Бугульм. † Кали-калами купăсна калаттарсам лайăхрах. Поиграй-ка получше на твоей кое-как играющей скрипчонке. || Петь (в хороводах). Яптик. † Хурăн-варта хур пусрăм, вăрă тесе ан калăр; вăй пуçласа каларăм, шухă тесе ан калăр. Якейк. Тăхлач, йорлам, мĕн паран? Хреслĕ тенкĕ паратни? Эп илесшĕн каламас (= каламастăп). Альш. † Калăр, хĕрсем, хытăрах, вăй иртесси инçе мар. || Причитать, приговаривать. Макт З4. Качча каякан хĕр каласа йĕрекен сăмахсем. Шинар-п. Акă хăйсем мĕн кала-кала хуйхараççĕ, тет. || Обещать. Хуратл. См. ункай. || Отвечать (урок). Орау. Паян эп арихмеччик каларăм (отвечал). || Быть достаточным, доставать. В. Олг. Тата ху (положи) пĕр ластăк (немножко), каламаст-ха (не хватает на всех). || Стать достаточным (о вкусе). ЧП. Пирĕн сăра пит аван, пĕчĕкçĕ хăмла каламан (в ней маловато хмеля). Актай. Сĕт ямасăр шурă, тет, çу ямасăр тутлă, тет, тăвар ямасăр калат (и без соли солоно), тет. Сорм-Вар. Ку шӳрпене тăвар каламан (не досолена). СПВВ. Астивсе пăх яшкана, тăвар калать-и? К.-Кушки. † Пирĕн яшка пит аван, пĕчĕкçĕ тăвар калайман. || Отзываться (на вкус или на запах). Вирйал. † Пĕрне (один из калачей) çисе пăхрăм та, шерепет тути каларĕ. N. Шу тути калать. Имеет водянистый вкус. Ст. Айб. † Кăшт тутанса пăхрăм та, шерпет тути каларĕ (мед); кăшт чуп туса пăхрăм та, тути тутлă каларĕ (у парня). Юрк. Тĕтĕм тути каламас. Не отзывается дымом. N. † Çырлисем калĕç çĕр тути. (будут отзываться землею), пирĕн тăван калĕ пыл тути.
калан
то же, что катам. Ст. Ганьк. † Мамăк тӳшек, калан пир. Ib. «Каян» или «катам пир» = шурă çинçе пир.
калемпĕр
(кал’эмбэ̆р), назв. растения. Тюрл. Калемпĕр — трава (анис, пĕренĕк çине яраççĕ). Т. Николаев. Калемпĕр — тмин МПП. «Калемпĕр — гвоздика». N. Калемпĕр. Семя похоже на льняное и очень приятного запаха, его кладут в огурцы, когда их солят (йӳçĕтнĕ хăяр çине); старухи нюхают вместе с табаком. Цив. Калемпĕр. Некоторые называют так зрелое растение, которое в Нюшкасах зовется çерçи кĕпçи. Его зачем-то собирают (на посыпку к сушкам?). Рак., Кайсар. Калемпĕр, «анис». Сăра лартнă чухне хăмлапа пĕрле, салатпа пĕрле чӳлмек çине хураççĕ. СПВВ. Х. Калемпĕр, калĕмпĕр. К.-Кушки. Калемпĕр — тмин. || В неизв. значении. Тайба. † Тусан, тăвăр тусăрсене лайăххине, хура калемпĕр пек куçлисене. К.-Кушки. † Тирмĕç, çакмĕç калемпĕр, тиртĕмĕр те çакрăмăр. КС. «Калемпĕр = шăрçа» Альш. † Сирĕн кăмакăрсем пит шур иккен! тăватă кĕтессинче калемпĕр. Суя калемпĕр мар-тăр чăн калемпĕр-тĕр. (Вирялсем «енĕç» теççĕ).
чăваш калăмĕ каç
канун праздника чăваш калăмĕ. Собр. Чăваш калăм (так!) каç пĕлĕтлĕ пулсан, тырă пулать, теççĕ. N. Чăваш калăмĕ каç тухатмăшĕ хура сысна пулса тăчĕ, тет.
калам-кун
калам-кон (к̚ун, к̚он), «Трехдневный праздник у чуваш: в Лазареву субботу, в великий понедельник и среду». Начерт. 99. || Пасха (т. е. первый день п.). СТИК. «Калăм-кун — пасха (говорят только старики и старухи). || Лазарева суббота? Якейк. Калăм — Лазарева суббота (= мăн калăм). Калăм каç ват стариксем, карчăксам киремете пуççапма, çынсене тохатма çирмесене (так!), йăвăç котсене каяçç. Калăм ыран тенĕ чох пĕр япалашне хĕрĕх пĕр йопаран çĕçĕпе (згс. çиçĕпе) е портăпа хĕрĕх пĕр торпас касса илеççĕ. Онта йăтă пăх, хăмла, тăвар, талпиçен, сала-кайăк пăх хораççĕ те, калăм-кон, тол çутăличченех, хăмла вырăнне кайса, çонтараççĕ. Çапла тусан вара хăмла лайăх полать. Калăм-кон никама та ним те памаççĕ. || В след. примерах значение сл. не выяснено. Т. IV. Калăм-кун йĕке курсан, вăрмана кайсанах çĕлен курат, теççĕ. N. Калăм-кун. Пирвай шăматкун пулат. Мункун эрнипех пулат. Онтан юн-кун, ыран мункун тенĕ чух (siс!). Калăм ваттисем çӳреççĕ, вĕсем пур япаласене йăтса (?) каяççĕ. Кĕпе тӳмисене, пиççиххи татăкĕсем илеççĕ, вилĕ вар пуçне каяççĕ. Унта вĕсем шăтăк алтаççĕ те, калаççĕ: пуç ыратат! вар ыратат! Тепри: ай, чикет! тет. Çапла каласа, чикеççĕ (зарывают) вĕсем макăрса. Вăл пулат (исполняется): хĕн куракан сывмар пулат. Калăм-кун кил шăлтармаççĕ, кил шăлсан, çурта шăна шăлат (толат?), теççĕ; çăнăх алласан, тырă çатăрка пулат, теççĕ. Йĕке пытараççĕ; йĕке пытарсан, калăм-кон, çĕлен курăнат, тет. Арча уçма каламаççĕ: уçсан, пӳрт çине çил сирсе каят, теççĕ. Япалана татса каяççĕ, вĕсем вил вар пуçне кушак пулса каяççĕ. Вил вар тесе, тупăк тунă юлашки йывăçсене тăкнă çырмана калаççĕ. Бел. Гора. † И хура та чĕкеç, мерчен куçлă, калăм-куна çитсессĕн юрă юрлĕ.
каллĕ-маллĕ
то же, что каялла-малалла. Шел. II. 28. Ак Шупашкар халăхĕ тухать каçпа бульвара, каллĕ-маллĕ утмашкăн. Сала. † Хура вăрман мĕншĕн хумханать? — Каллĕ-маллĕ вĕрнĕрен. Ст. Чек. Каллĕ-маллĕ тек çӳрет уткаласа. Ib. Каллĕ-маллĕ пилĕк çухрăм пур унта. БАБ. Ку хай, халиччен ниçта тухманскер, савăнса вăрманта каллĕ-маллĕ уткаласа çӳре пуçларĕ, тет. || N. Вĕсене çапла каллĕ-маллĕ калаçнăшăн (за неустойчивость в речах) çиленсе çитнĕ. НИП. Каллĕ-маллĕ çын, человек, неустойчивый в своих решениях. || Особая соха. КС. Если нет отвала, то называется «каллĕ-маллĕ».
калпак
(калбак), шапка. Аттик. Виççĕн, суллахай хул хушшине калпак хĕстерсе, виçĕ хуран умне тăрса, кĕл тăваççĕ. (Ӳчӳк). Синерь. Курăнман калпак, шапка — невидимка. N. Калпакна лайăх посса ларт; пĕр минутра теминче пин çохрăм йолч (= йолчĕ) калпакку! (Сказка). Арçури. Йăввăн ӳснĕ йăвăçсем; пăхсан, калпак ӳкмелле. Орл. II, 214. Пĕр калпак айĕнче çичçĕр касак. (Мăкăнь). СПВВ. Калпак — çĕлĕк. || Головной убор у женщин, из ситца и монет. МПП. † Калпакне тăхăнса, хĕр пулса, килейĕнчĕ (siс!) савнă тус пулса. Альш. † Ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ! Ст. Айб. † Шурă калпакран тумла юхать-ĕçке; пĕр сăмахран кăмăл юлат-çке. N. † Шурă пӳртĕр умне шăлса хурăр, мамăк калпаксемпе выляма. Ст. Чек. † Тусăм, эс калпакна, ай, çуса юл, ĕмĕр-ĕмĕр кирĕк, ай, лармасса! Пазух. Шур калпакăн ултă чӳк, улттăшĕ те ука чӳк. Ib. Ука кирлĕ калпак, ай, юсама; пурçăн кирлĕ çуха, ай, çавăрма. Собр. 108. Илсем, инке, калпакна, авалхи кĕмĕлне курăм-а! Ст. Шаймурз. † Шур калпак ярапи пурçăн мар. N. Калпак. При опрокидывании ведер и после, она бывает в шапке мужа, в знак того, что они с мужем будут жить в мире и согласии, как обычай давать при венчании «Теплоту». Мужнину шапку, ту самую, которую муж носил при свадьбе, она надевает тотчас после снятия пĕркенчĕк. СПВВ. N. Калпак — хĕрсем тухья çинчен тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Калпак — носят только девушки на свадьбе (это не шапка). Пазух. Симĕс те пур калпак, шур пӳс те пур; выляс тесен, савнă, ай, тусăм пур. Юрк. † Хĕрсем, йĕкет маттур юрлапă чух, калпак чӳкне хыпса, йĕреççĕ. СТИЕ. Калпак — головной убор девушек. «Калпак» надевают только на свадьбах; он имеет вид длинного узкого мешка, спускающегося на спину и оканчивающегося кисточкой; на голову, под «калпак», вставаяется деревяшка. || Шапочка ребенка. Сятра, Ст. Сахча. Сред. Юм. Калпак тесе пĕчик ачасĕне валли чечеклесе тăвакан пĕчик шапкана калаççĕ. || Schafhaut, Helm. Cт. Чек. Ача калпакпа çуралат, кĕпелĕ те çуралат. Калпакĕ те, кĕпи те илнĕ. Сута кайсан, çав ача калпакне, кĕпине исе кайсан, сан сăмахă çиеле тухат, теççĕ. || Короткая доска, с вырезом посредине; в нее вставляются верхушки двух стоящих рядом столбов изгороди, чтобы они не расходилиcь. || Коронка горелки (у лампы). Пухтел. || Шапочка жолудя. Сятра.
кам
(кам), кто (изредка относится и к животным). N. Ку йывăçа кам кăшланă? Кто грыз это дерево? N. Ман улăма кам çисе янă? Мою солому кто сожрал? N. Вăл сирĕн (санăн) кам пулать? Кто он вам? Вăл унăн кам пулат? Кто он ему? Янтик. Кам илет ăна! Кто его возьмет! Ib. Кам калатăр ăна: халех килет, тесе? Кто может сказать, что он вскоре придет? Ib. Кам шухăшлатăр ăна халех вилет, тесе? Кто может подумать, что он скоро умрет? Капк. Кам-ши çĕр хута? тетĕп. Кто это (идет) ночью? говорю я. Орау. Çта каять-ши ку? — Кам мур (мур’) пĕлет ăна! Кам шуйтань пĕлет ăна! (чорт его знает). Ib. Камсамах хăтланнă-ши кăна капла?! Ай-яй-яй! Пулаççĕ-кам çынна курайман этемсем. Янтик. Кам мур кăшкăрать çанта? Кто это там орет? Регули 962. Кам пĕлекенне пар. Отдай знающему. N. Тинĕс хăйăрне кам суса кăларас, çумăр тумламне кам хисеплесе тухас? N. Пĕр-кун камччĕ вăл сирĕн патăрта? Кто это был у вас намедни? КС. Кама хывнă эсĕ? В кого ты уродился? Кан. Кама (надо: камăнне) шалу чакармалла, кама вăрман памалла, тата çавăн пек ытти ыйтусем те сӳтсе яваççĕ (обсуждают). Юрк. Кам усалĕ вĕсене кунта хирсе (уничтожая) пĕтерсе çӳренĕ-ши? N. Кам килет унта? Кто это идет? — Кам туртать кунта? Кто это тут (здесь) курит? Орау. Паян кама-кама куртăн? — Паян эп нумай çын курман. Кого и кого ты сегодня видел? — Я сегодня видел немногих («мало людей»). N. Кам арки çине вут ӳкет, çав çунат. (Послов.). Изамб. Т. Кама кам пулмасть (почему не помочь другому). Иваново. Кам у пирĕн чӳречене ватни? Кто это разбил наше окно? N. Миколайсам тырă вырма карĕç-и? — Кам пĕлет, те кайнă тем. Пошла ли Николаева семья жать? — Кто знает, может быть, и пошла. Тораево. Амăшĕ каланă (ему): сан ухмах ăсу тăрăх кам хăни пухăнать (какие еще там гости), тенĕ. Сред. Юм. Кам çăви (какой чорт) çохрать çавăнта? (Кам çохăрнине пĕлмесен калаççĕ) N. Эсĕ хисеплемесĕр, ăна кам хисеплемелле тата? КС. Кам чирĕ (кам мурĕ) кăшкăрать унта? Кто это там орет? Ib. Кам чирĕ пуçа кайса чикет унта? Кто (какой шут) туда пойдет? Ст. Шаймурз. † Халиччен шурă хурăн кам каснă? — ывăнтарать сылтăм хулсене; халиччен савнă туспа кам пурăннă? — çыхлантарать иккен чĕлхесене. Артюшк. Кам сирĕн ача тăвать, çавна качча илеп, тет. N. Кам таврашĕ вăл? Он из какой фамилии? Толст. Ку кĕреплене кунта кам ухмахĕ (какой дурак) пăрахнă! N. Эй, атте, кам çав (что ты за человек?), пĕр кĕреçине те пулин лайăхрах пехиллесе памарĕ-ĕçке! (не завещал хорошей лопаты): вăл та пулин хуçăлса кайрĕ. || Частица заключительного удивления или неожиданного заключения, или убеждения: «Оказывается», «ну, и»... (иногда передается и иначе). Орау. Пулать-кам çын та! Бывают же такие люди! Ib. Пирĕн тавар пĕртте каймарĕ-кам (не продался)! Ib. Ну, хытă та утать-кам! Ну, и шагает же! Ib. Çармăс еннех куçрĕ-кам! Ib. Кайрипченех (от киремети, что на задах) тертленеп-кам (мучаюсь). Ib. Каламасть-кам! Как это он не скажет?! (т. е. скажет; пустяки, что не скажет). Сред. Юм. Полат-кам он пик çын та! Ну, и бывают же люди! Орау. Ай-ай! Хырăма та кĕрет-кам: пĕр кӳренке кулача нумай хăвармасп (доедаю). К.-Кушки. † Пирĕн лаша та ухмах-кам: йĕрсĕр çĕре йĕр тăват! Альш. † Аслă çулта такăр-кям: урапа йĕрĕ палăрмаст. Елшел хĕрĕ те сатур-кам, сиксе утни палармаст. Тюрл. Эх, алтанĕ алтать те-кам! Ну и поет же петух-то! Хурамал. † Пĕр лап çырла тĕл пултăм, тĕл пултăм; татап-татап, пĕтмеç-кам, пĕтмеç-кам, киле таврăнас килет-кам, килет-кам! Ск. и пред. 63. Хĕр кăларма кайнă та, хай пуçне пĕтернĕ-ĕç-кам мăнтарăн ачи.
канихве
камка? Пазух. Ирхине те тăтăм, хăйă çутрăм, канихверен (вар. каниверен) кансул (вар. камсул), ай, кастартăм. Канихве (вар. каниве) кансулин (вар. камсулăн) ăшĕ хура, эпир илес (вар. выляс) хĕрсен (вар. хĕрĕн), ай, куç (вар. куçĕ) хура.
кантăр
(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.
кантăр вăрри
конопляное семя. N. † Хура вăрман леш енче кантăр вăрри тĕслĕ кайăк пур. Пшкрт: канды̆р вы̆риырӓн с’у ҕы̆лар.
капан
(кабан, Пшкрт: каβан) стог; скирда, скирд. Трхбл. Пĕр капана пилĕк ĕне туртат. (Çăм авăрлани). N. Капан пăссан, авăн хурсан, авăн перекетне пар. (Моленье). Календ. 1904. Капан пек пысăк, хулăн, хура пĕлĕтсем. Орау. Каçпала хĕвеланăç енчен капан пек (крупные, конусообразные) пĕлĕтсем хăпара пуçларĕç. Н. Карм. † Анкарти пĕр хĕрĕнче эп ут çултăм, улт уралă капан эп лартрăм. Пазух. Укăльчаран тухрăм, утă çултăм, улт ураллă капан ларттартăм. Тораево. Тепĕр хут кайса, типĕтсе, капан туса лартрĕç, тет. Ск. и пред. 1З. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки, çӳренĕ, тет, пĕр капан. КАХ. Унта пĕр капан вырăнĕ пек (плошадью со стоговище) таса ыраш улăмĕ сараççĕ. Пшкрт: каβан ты̆ҕас = лардас = туас. Коракыш. Тĕпсĕр (без подстожья) каян айĕнчен пĕри утă туртатĕ. (Кăнчала арлани). Собр. † Аллă капан айĕнчен арăм туса тухар-и? Ib. Анкартине кӳртсен (хлеба с поля), мăн капан тăвăпăр. (Моленье). Сред. Юм. Капана аялтан парать. (Капан хывна чохне аялтан çĕклесе паракана калаççĕ.) Ib. Капансĕм хĕвелтохăç еннелле тайăлсан, çитес çура тыр полать, тет; хĕвеланăçнелле тайлсан (так!), тыр полмас, тет. (Народное поверье). Ib. Капан тăвать. (Капан хывнă чохне çӳлте тӳрлетсе тăракана калаççĕ). Чертаг. Капансене вăт лайăх тунă, алли ури çирĕп, тураш-тытрăш лайăх çавăн. Трхбл. Çын капанне сенĕкпе анкăтарт. СТИК. Капан çинчи мĕлке, чучело (подобие человека, которое ставят на копну хлеба). Ib. Ах, капан çинчи мĕлке! мĕн ĕренкĕсĕрленем? (Говорят, когда кто-нибудь из детей наденет одежду большого. Здесь конечное «м» не ошибка).
карапăл
беркут. Описка; см. караппăл. Альш. † Хура-хура карапăл (чит. караппăл), хурсем енне сулнат-çке.
карăл
раскрыться. Сам. 34. Мĕскĕн çамрăкăн карăлчĕ тути. N. Пĕр пыр карăлни те тем тăрать-çке! 93 çул. 5З. Хупăрласа илекенсем умĕнче хуп-хура çăвар карăлса тăнă. Пшкрт. Вилĕ çынăн çуарă карăлса (карăнса, оçăлса) тăрат. Ib. Пăта токса, карăлса кайнă. Ib. Йоплашкан вĕçĕсем ик енелле карăлса тăранчă. Сред. Юм. Пӳрчĕ пуçне те питреймес (= питĕреймест), ô та полса карăлса ларать. Баран. 97. Сулахай енче темĕн тарăнĕш çурăк карăлса выртать. См. кар.
карăнтăк
(кары̆нды̆к), брюшина. || Окно. N. Карăнтăк пек çӳхе, очень тонкий. Юрк. Карăнтăк, стекло. СПВВ. КМ. Карăнтăк-чӳрече. Изамб. Т. Карăнтăк, стекло с рамою. Ск. и пред. 19. Кӳлли, пысăк карăнтăк пек, курăк ăшĕнче çутăлать. Ib. 48. Карантăксем çине шурă чаршав карнă. || Штора. V.S. || «Пленка». Ст. Чек. || «Грудобрюшная преграда». Ст. Чек.
карлăк
(карлы̆к), перила, барьер крыльца. ВНО. Карлăк, перила. Ала 31°. † Йĕççи кĕпер кăмăльне (= кăмăлне) тимĕр карлăк хутăмăр. Пазух. Хура чĕкеç чĕппи эп пулăттăм, карлăк çине ларса та эп юрлăттăм. Ib. Карлăк умне ыр ут кăкарсассăн, тăвансем килнине те çавăнтан пĕл. Ст. Ганьк. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăват, карлăк витĕр юх тарат. Начерт. 100. Карлăк — пяльцы, перила. Микушк. † Кĕленчерен кĕпер хывтартăм, праволккаран карлăк картартăм. Курм. Вар пуçне (у начала оврага) карлăк тытнă. Бугульм. † Чĕнтĕрлĕ-ях кĕпер карлăкĕ — улма йывăç турачĕ. СПВВ. ПВ. Карлăк = тытма, ленкер. Вомбу-к. Карлăк, барьер. Шорк. Карлăк, 1) перила у моста; 2) крыльцо и перила у крыльца. Микушк. Пӳрте кĕриччен пĕрре килкартинче çавăрăнаççĕ (объезжают) те карлăк патне пырса тăраççĕ. Пазух. Карлăкран карлăка çӳрерĕм, хам карлăка ямарăм. Ib. † Кив карлăк, кив карлăк; кив карлăкра юр тăмасть. Собр. Пӳртекинчен карлăк çине тухса... || Перильца у зыбки. Баннова. || Пяльцы, см. карлă.
карнис
карниз. Бугульм. † Кирпĕчĕ кăмака, шур курица, кирлĕ марччĕ карнисне сăрлама. Сред. Юм. Пӳрте пит хитре тутарнă олă, пĕтĕмпе карниссĕм кăларттарсах. Янтик. Ку пӳртĕн карнисне тума Иван кĕрĕшнĕ. Ib. † Хура чĕкеç чĕппи пулăттăм, карнис çине ларса юрлăттăм. Кильд. † Хура чĕкеç чĕпии пулам-и? Карнис çине ларса юрлам-и?
карсак
(карзак), русак (заяц). Б. Аккоз. Шибач. Карсак — молкачă: хĕлле шорă, çулла хĕрлĕрех. Сред. Юм. Карсак — заяц. Тюрл. Карсак; хӳри хора; больше, чем обыкн. заяц. П. Пинер. Каска урлă карсак вылят. (Куç.). Хир-б. Карсак — один вид зайца: круппее, чем обыкн. заяц. А. Турх. Карсак — кăвак кайăк; шурă кайăкран пысăкрах, сăмси вĕçлĕ, качака пек; пурăнма çĕр айĕнче пурăнать. АПП. † Касак йытти карсак тытат; карсак тытат та, юрамаст. Хорачка. Карсак (ола).
карт
(карт), карта (игральная). Шибач. Вара она каларĕçĕ картла выллякан хоçисем (хозяева): яр (его), терĕç, вырттăр! Ярчĕçĕ. Хурамал. Шалт ывăнсан, иккĕшĕ, ларса, укçалла картпа выляма тытăннă. Тюрл. Карты: майра, салтак, король, тус; масти: кирпĕç (бубны), хĕрес (трефы), корак (пики), червă (черви). Альш. Чечек (дама), пуртă (валет), стриккох (король), тус. Ib. Хĕрес (трефы), хĕрлĕ курак (чирван), хура курак (пики), чирван чечек (дама червей) еtс. Манăн ятмалла. Мне принимать. Манăн çӳремелле. Мне ходить. Эп тытрăм. Я принял. Эп юлтăм. Я остался. Эп тухрăм. Я вышел. Чечеке стриккухпа витрĕм. Я покрыл даму королем. Ib. Карт пиччĕнĕш — лицевая сторона карты; карт тӳнтерĕш, крап. Ib. Картсене аташтар-ха (хутăштар-ха). Стасуй карты. Сред. Юм. Карт турака тохнă. (Картла выляса никăшне те лармасан калаççĕ.)
карт
(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).
карта
(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?
карта тĕс
домашнее животное, приносимое в жертву. Хурамал. Сана çул çаврăнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа ăсăнатпăр. Çырлах, кăрпан, савса панине савса ил. (Моленье во время уй чӳкĕ, на котором кăрпан’у приносят в жертву барана).
карта-хура
карта-хора, общее название изгородей. КС. Карта-хура тени питĕ пултăр. МПП. Карта-хура — постройки, предназначенные для содержания скотины. N. Ăçта карта-хура çук унта пурлăх тусать. || Надворные постройки. Кр. Чет. Сред. Юм. Карта таврашне, хӳмесĕне, йопасĕне, карталăксĕне, порне те карта-хора теççĕ. Шел. П. 56. Çавăн пек усрав вăрман пуррисем карта-хура тума та пăртак каскалаççĕ. N. Хăшĕ карта-хура юсат, çимĕçсем акма. N. Юпа уйăхне («октябрь») карта хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ.
кас
(кас), резать, рубить, пилить. Янтик. Кассан, юн тухмĕ унтан (так говорят про скупого человека). Сред. Юм. Кассан та, йон тохас çок (очень скупой). Чураль-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). N. Кĕсем, пошăт касассу-япалу!... тарнă, тет. N. Тыр вырнă чухне, касса-касса пынă майĕпе кашлинче кас-пăрах! (срезая хлеб вдруг...). Ала 56. Чăнах та ман мăй патне (до моей шеи) касса çите пуçларĕç (начали допиливать). ТММ. Вунă хут виç пĕрре кас. (Послов.). Изамб. Т. Сарнă чухне пур кĕлтесене те касаççĕ (во время аштарни). Богдашк. † Хĕреслĕ, хĕреслĕ касатпăр аслă урама илемшĕн. Упа 764. Икĕ çын вăрмана йывăç касма кайнă. Два человека пошли в лес рубить деревья. Т. Григорьева. Пуçа кассан, çĕлĕк тăхăн, алла кассан, алса тăхăн, теççĕ. (Послов.) N. † Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. N. Вăрманне касса илмелле сутнă (на сруб). N. † Шурă хăва каснă çукчĕ, ывăнтарчĕ хулсене. Рак. Хăйсен алăкне те таçтан каснă — ĕмĕрте те кайса кĕрес çук, тесе вăрçаççĕ арăмсем. Ала 87. Çав чула хĕçпе кас. КС. Вăрçăра темĕн чухлĕ салтак касса пăрахаççĕ. Вĕлле-хурчĕ. Кĕрĕкунне, пыл пуçтарас вăхăт çитсен, чиерех çынсем хăйсенне çеç мар, çынсенне, ют паллă пулсан та, вăрттăн пылсене каса каса илсе, хуçисене ахаль тăратса хăвара пуçланă. Орау. Кăçал тырă лайăх пулчĕ, касса та уçăлмасть (густой, и крупные колосья; хороший налив). Шел. 21. Урпасемпе пăрисем касса уçăлми пулатьчĕç. N. Малтан йĕри-тавăра çеремне касса тухатăн. N. Хĕрарăмсем ку вăхăтра хăшĕ йĕтем касаççĕ. Скотолеч. 28. Чĕрнесене касса якатас пулать (ногги). || О костюме. ЧП. Пурçăн пиçиххи пилĕке касать (режет, жмет поясницу). КС. Енчĕк кант(д)ри мăя касать. || О рези. Б. Олг. Ой, вар касса кайрĕ, чăрр! вар касса кайрĕ! Утăм № 1, 26. Нумай йĕтĕн чĕрӳне касса, тĕл пулмарăн сунан ĕмĕте, илтеймерĕн ирĕклĕ сасса, килĕшмерĕ сана ват тĕнче. || Клевать. Якейк. Корак касман пĕрчĕк çок (все ягоды у рябины исклеваны). || Грызть. N. Хутаççа шăши каснă (продырявили). N. † Пире укçа памасан, шăши кастăр енчĕкне. Сала 97. † Çав укçана памасан, шăрши кастăр енчĕкне. || Кроить. Шишкин. † Шор сăхман ăма осал? — Сак çине хорса каснăран. Чершаг. Ман ачанне сăхман касрăн-и? (скроил-ли?) || Стричь. Яргуньк. † Инке маншăн ма макăран? — Сурăх, тесе, касас çук, сăхман туса, тăхăнас çук. КС. Паян сурăхсене касса ятăм (остриг). N. Хăлха таврашне ытла кĕске касрăн-çке эсĕ? Ты уж слишком коротко остриг волосы около ушей! N. Ачасем çӳç(ĕ)сене эп яланах хам касап, çынна кастармастăп. || Рубнуть. Кан. Вăл тӳрех çывăракан старик патне пырса, ăна пуçĕнчен каснă (рубнул). || Оперировать. Юрк. Унта каснă хыççăн (после операции) вилет (умер). Кан. Пульнитсара пуринчен ытла касса тӳрлетмелле чирсемпе выртаççĕ. || Анатомировать, вскрывать. Чхĕйп. Вилнĕ çынна лекĕрсем каснă (вскрывали). || Легчить, castrare. В. Олг. Мăкăр кас. Вотлан. Нӳхрепре касман така çӳрĕ? (Шăрши). || Ударить передними ногами. Орау. Чуттах хăйне касатьчĕ. Лошадь чуть не ударила его передними ногами (встав на дыбы). || Проедать, промывать (о воде). Орау. Шыв çул хыттине касса кайнă та, çул хĕрринче шĕл-кĕшленсе (т. е. юрпа хутăш) тăракан шывсем юхса кайнă. || Ударить, бить. Орау. Çĕннисем (те, кто стоял за передел) ватса вĕлернĕ, теччĕр, тесе, Терентюкĕ лешĕ (т. е. Шăрши) вилсен, пĕкĕпе пырса каснă, тет. Ib. Ачана касрăмăр. Мы отдубасили, отколотили парня. N. Унтан касат, касат чăпăрккăпа, арăмĕ тăраймас. Тогач. Пĕр каска урлă икĕ алтан пахаççĕ, икĕш те пĕр-пĕрне касаймаççĕ. (Куç). Ала 6°. Сикнĕ чух, эсĕ манăн купарчаран кас. ТММ. Пĕр ута (лашана) касни пин ута çитет. || Убить. Юрк. Пăшал пенине леш енчисем илтсен, эпир ăçта тăнине пĕлсе, çĕрле çывăрсан, хамăра касса пĕтерсе кайĕç тесе, хăраса... || Губить. Сборн. по мед. Пирĕн хура-халăха, сывлăхлă пурăнас тесен те, çав пĕлменниех (невежество) касать. Чхĕйп. Сымар çынĕ чĕрĕлмесен, вилсен: çук, пирĕн çына хăш киремечĕ те пулсан касса карĕ, тенĕ (говорили). Юрк. Укçа çукки касат (безденежье донимает). Кан. Анчах лапка прикашчăкĕ путсĕр çын пулни касрĕ. || Сред. Юм. Касать, очень нужно. || Бойко говорить. КС. Вăсам вырăсла касаççĕ анчах! Они хорошо говорят по-русски. N. Чĕлхи çĕлен сăнни пек касать шуйттанăн. || Изьездить, исходить. Орау. Виттĕр каснăç эппин эс Хусана! Ты, значит, всю Казань изъездил (напр., переезжая с квартиры на квартиру). Ib. Хусан кĕпĕрнине виттĕр каснă ĕнтĕ вăл. Рак. Лутра вырăс ял касать. (Укçа). Бюрг. Тĕнчене касса çитнĕ (обошел, видел весь свет; нехороший отзыв). Утăм. Çавăнпа эп халь тĕнче касап. Альш. Хула касса çӳрерĕмĕр. Мы ходили по городу. Шел. 88. Тĕнче касса çӳресех пĕтеретĕн пурлăха. || Очень хотеть. Якейк. Ман йорра вĕренесшĕн касатьчĕç анчах хĕрсем (очень хотели). Кильд. Кам апла аскăншăн кассах çӳрекен пур. Кан. Пĕтĕ ĕне вăкăршăн касмаст. || О пронзительном ветре. Орау. Çил виттĕр каса пуçларĕ. Ветер, крепчает. N. Çурçĕр енчен, витĕр касса, сивĕ çил вĕрнĕ. Н. Лебеж. † Ман çийĕмре йĕтĕн пир кĕпи, мĕн касмин те, çил касать. || Полтава. Ак сасартăк çын сасси, вăйлă саспа кăшкăрни хаяр касса илтĕнчĕ («вдруг восклицанье раздалось»). || Тюрл. Сăкман лайăх çипçассăн: касса тăрать, теççĕ.
каскаланчăклă
с изрезами, с трещинами (о коже руки). Пир. Ял 1929, № 10, № 22, 3. Каскаланчăклă хура ал (руки).
каçкăç
то же, что каçă. Образцы 40. Атăл леш айккинче те шурă пулă, каçайса илесчĕ те, каçкăç çук. Изамб. Т. Çырма урлă каçма хăмаран каçкăç тăваççĕ.
каçма
то же, что каçă. ЧП. Каçмăна хывсан, çӳçерен хыв, каçмассерен вăр-вăр авăнтăр. Собр. † Эпĕ ку енче, тăванăм, эсĕ леш енче, тăванăм, каçмасем каçмассерен силенеççĕ. Пазух. Каçма хутăм шыв урлă та, каçса кайăп, тиейсе. N. Каçми начартан шыв урлă каçма пит хăрушă пулнă. Тим. † Атăлсем тарăн, ай, каçми çук, хамăр сарса, хамăр каçрăмăр. Ау 257. † Леш енчен те, ку енчен те каçма хыврăм — çитмерĕ. Янтик. † Тăвăр (узкое) çĕре каçма хутăм çăра хумăш пур çĕре. Альш. † Шурă Атал урлă шурă улма; каçсаях татăттăм, каçма çук.
каçхи
вечерний. СТИК. Мана каçхи пекех туйăнса карĕ. Мне показалось, как будто вечер. Собр. Каçхи сăмах çине хура чăх сăхат, теççĕ. (Послов.). Ой-к. Первейхи каçхи пекех. Как и в первый вечер (или ночь.) Хора-к. Каçхи ĕç кăнтăрла колли полнă, тет. (Послов.) Орау. Пырсан, пырсан, каçхи япала, пуçпа пĕр йăвăçа пытăм-перĕнтĕм (или: пуçа пĕр йăвăçа пытăм-петĕм). Я шел, шел в темноте, и вдруг ударился головою о дерево. Трхбл. Каçхи сăмах çине хура чăх сысат (каçпа сăмахпа паттăр, ирхине ĕçĕнчен çук). Шурăм-п. Çимен ашшĕ тырă выракансене: каçхи çăккăр çырткалăпăр (давайте закусим), тет. Бгтр. Онтан вара татах олпутсам, салтаксам килчĕç те, малтанхи каçхисенчен те хытăрах топсампа, пăшалсампа переççĕ, тет. || Назв. злого духа. Золотн. Каçхи — вечерний демон. || Назв. болезни. Яргуньк. Авалхи çынсем каçăхтарса яракан чире каçхи тенĕ. Çав чир çынна е сасартăк варсăр, е чикен тапратсан, каçхи тесе, уншăн, пĕр çут çине кайса, пуянсем е тиха, е пăру, тата хытăрах ыратать е чикет пулсан, хăш чух лаша касса пăрахнă; çавна вĕсем: каçхи касатпăр, тенĕ; касса пăрахсан, тӳрленнĕ, кайран пурăнма та аван пулнă, тесе шухăшланă. Каçхи касмасан, çынни вилнĕ, кайран пурăнма та кансĕр пулнă, тесе шухăшланă авалхи çынсем. || Фамильное прозвище в дер. Хир-Бось, Вурнар. р. N. Каçхи Микихвер.
каçăрт
задирать (поднимать кверху). Изванк. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан (от колдовства), лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ (подняв ей голову). N. Пушă пучахли (пшеница) çӳлелле пуçне каçăртса тăрат. Юрк. Пушă чухне канцелярие тухса утатăп: унта ĕç пур чухне ĕçлекелетпĕр, çук чухне пуçа каçăртса ларатпăр. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, — çырлахтăрах турă! — темле йăтă, пуçне çӳлелле каçăртнă, куçĕсене вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет! N. Вĕсен хушшинче автанĕ пуçне каçăртса кăшкăрса çӳрет. Ст. Чек. Пуçне каçăртса çӳрет. Шел. 51. Хăшин (из гостей) пуçне каçăртса, çăварĕнчен яраççĕ (наливают). Шарбаш. Хура хĕрсене каçăртать, сарă хĕрсене астарать (приманивает). N. † Çак поçнелли (живут не на этом конце деревни) хĕрĕсем орама тохса тăраççĕ, ик чĕччине каçăртса (т. е. выпячивая их). N. Вĕсем пуçне каçăртса анчах çӳреççĕ (т. е. ничего не делают).
катам пир
полотно. Сохрон-й. К.-Кушки. Катам пир, тонкое полотно (белого цвета). Катам пир тесе, пасарти шурă япаласене (коленкор, полотно, бязь и пр.) калаççĕ. Шибач. Катам пир — коленкор. ПУ. Катам пир — холст. Полотно. Сред. Алг. † Пичĕсене шăлаççĕ катам пирĕпе. Çĕнтерчĕ 28. Урам енелле тухакан кантăка шур катам пирпе карнă. Рааs. Катам пир, тонкий льняной холст.
катарччи
то же, катаччи, катанье. Ст.-Яха-к. Çынсем çăварни малтанхи кунĕнчех лаша кӳлсе катарччи чупмаççĕ. Ib. Çынсем тĕттĕм пулаччен катарччи ярăнаççĕ (с гор). Б. Хирлепы. Атти, катарччи чуиас-и? Хура лашине кӳлес-и? Хура хĕрсене лартас-и?
хура катăркаç
то же, что йытă çĕмĕрчĕ. Альш. Йытă çĕмĕртне хăшĕ хура катăркаç теççĕ.
катюк
(кад’ук), гадюка (змея). Якейк. См. хура-çĕлен.
кача
(каџ̌а), шпоры у петуха. Персирл., Ст. Сахча. Актай Кукуреку сар автан, сан урунта кача çук, ман урара атă çук. || СПВВ. КЕ. Лашанăн чĕркуççирен аяларах хура тĕме пекки пур, çавна кача теççĕ; лаша илес пулсан, пуринчен малтан качине пăхаççĕ. См. Рааs. 62.
кача мури
(мур’и), рожки. Шарбаш. (В др. гов. кача майраки, хура майрака, тат. баллы̆ к̚узак).
качака мăйраки
то же, что качака мыри. П. Патт. З. Хăш çĕрте ăна (хура мăйракана) качака мăйраки теççĕ, тата хăш çĕрте хура хутаç теççĕ. Качал. Качака майраки, рожки (плоды).
качи-мăчи
(-мы̆ζ’и), чортов палец (в роде пальца, иногда с отверствием внутрь; если обрежут палец, то им присыпают). Янтик. Качи-мăчи тесе, пӳрне майлă кăвак-шурă çутă, хытă чула калаççĕ. Алла-мĕне кассассăн, ăна çĕçĕре хырса сапаççĕ. СПВВ. КЕ. Шыв хĕрринче ачасем пӳрнерен пысăкрах, тăрхала чул тупаççĕ те, çавна качи-мăчи теççĕ. Алла çĕçĕ таврашĕ кассан, çавна хырса сапсан, туххăмах тӳрлетет. М.-Яльчик. Качи-мăчи, белемнит.
качăн
описка, вм. каччăм? Абыз. Вăрман хĕрĕнче хура качăн кăçкăрать. (Çĕмĕрт).
каччă
(кац’ц’ы̆, кач’ч’ы̆), парень на возрасте; жених. П. У. БАБ. Пысăкрах каччăсем. Çитĕннĕ хĕрсем пĕр-пĕр уллах çурта пуçтарăнаççĕ... Орл. II 249°. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел): Собр. Вăрман урлă хура каччăм пăхса ларат. (Çĕмĕрт). Изамб. Т. Эй, каччă, каччă! Хăна аçу авлантарас тет, ху, сухалама кайсан, ана çинче çывăратăн! Макка 14°. † Вăйя тухман аппасем каччă хыçне кайс(а) ӳкнĕ. Ала 58. † Яль-ялĕнчи хĕресем каччă çинче палăрмасть. Образцы 113. Кăçал салтак нумай илчĕ: яла каччă юлмарĕ. Нынче был большой набор: в деревне (совсем) не осталось женихов.
кашла
шуметь. Н. Карм. N. Кашласа, ешерсе ларакан йывăç çинче çулçă пĕр сийĕ тăкăнса пырать, тепĕр сийĕ сарăлса пырать. Ст.Чек. Хура вăрман (шыв) кашлат (шумит). Орау. Çăмăр хыт çунă чухне чуспа витнĕ çурт тăррисем, вершникрен шыв юхса кашлани катаран илтĕннĕ пек, кашлаççĕ. БАБ. Эпĕ тепринчен (из другого окна) пăхрăм пек те, тĕслĕрен тырă пĕр хир тулли кашласа, хумханса ларат пек. (Сон). Орау. Капла çăмăр çăвах тăрсан, кăçал тырсам кашласа анчах ларакан пулаççĕ (будут высокие и густые). Виçĕ пус. Хытă шăмăллă выльăх çимен йӳçĕ курăксем анчах кашласа ларнă. || О ветре. Шибач. Çил хытă кашлат. КС. Çил кашласа вĕрет (сильно). || О животиых и др. предметах. Качал. Якейк. Çĕлен кашласа çитрĕ (с шумом). ЙФН. † Вĕт-вĕт хăва, вĕт хăва, вĕт хăвара вĕт кайăк, вĕт кайăк каять кашласа, шульчи тăкăнать саралса. Эпĕр каятпăр хурланса. Якĕйк. † Корак каят кашласа, йăви йолать хорлăнса. Ст. Чек. Сăмаварĕ кашласа ларат (шумит) вĕренĕ чух. О сохр. здор. Сĕрĕм тивсен, çыннăн пуçĕ ыратат, хăлхи кашлать. || Шипеть. Г. А. Отрыв. Хура вăрман кашлани мăн çул хĕрне илтĕнет; пичи сăри кашлани пусма вĕçне илтĕнет.
кашкăр-хăври
или кашкăр хури, трава, корень который очень ядовит и между прочим, употребляется для истребления тараканов. ||. Яндоуши. Срв. хыт-хура.
кил
(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.
килĕнтеш
(кил’э̆ндэш, к’ил’э̆н’д’эш), «женский персонал (снохи) в доме». Н. Карм. Пичче арăмĕ ман арăмпа килĕнтеш пулат. Качча кайнă хĕртен ыйтаççĕ: санăн килĕнтеш пур-и? теççĕ (т. е. есть ли еще другая сноха). Альш. Ирхине вĕсене килĕнтешĕ-мĕнĕ тухса тăратать. Ib. Килĕнтешĕсем — каччипе пĕр тăванăн арăмĕсем. Ст. Чек. Икĕ кин пĕр-пĕрне килĕнтеш теççĕ (заочно, не всегда). Ib. Икĕ килĕнтеш лайăх пурăнаççĕ. Две снохи в доме живут мирно. Ib. Килĕнтешĕм манăн усалччĕ. Ib. Килĕнтеши — сноха данной женщины, все ровно, младшая или старшая. Ib. Сан килĕнтешĕ килте пулчим? Ib. Ĕлĕк тăват-пилĕк килĕнтеш пĕр çуртра пурăнатьчĕç, халĕ апла мар ĕнтĕ; качча кайсанах, уйрăлса тухма пикенеççĕ. Ib. Кинлĕ-килĕнтешлĕ пултăмăр, çемье пысăк пулчĕ. (Женили и сына и брата, поэтому и увеличилось семейство). СПВВ. Килĕнтешсем умĕнче киненейсе çӳрес-мĕн. Ib. Килĕнтеш — кинпе кин иккĕшĕ. К.-Кушки. † Ик килĕнтеш тӳрĕ (дружны) пулсан, кил кӳрнекне çав кӳрет (вар. вăл кӳрет). N. † Ик килĕнтеш тӳр(ĕ) пулсан кил илемĕ килетĕ-çке. Тайба-Т. † Икĕ килĕнтеш тӳр тăрсан, çавă кӳрет кил илемне. Кĕвĕсем. Хурăнташ хура юратать, килĕнтеш кине юратать. N. Кил, килĕнтеш, кĕмĕлтеш, кĕмĕл укçа сăвакан. ЧП. Кӳрĕш хĕрĕ кӳрнеклĕ, килĕнтеш тума юрамасть. Изамб. Т. † Кӳрше хĕрĕ кĕрнеклĕ (так!), килĕнтеш тума юрамаст.
килĕш
(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.
киремет
(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.
Киремет ялĕ
назв. деревни? Альш. † Çӳлĕ тусем çине улăхнă чух киремет ялĕсене тĕл пултăм. Киремет ялĕ хĕрĕсем шурта шурă кантăрсем тыллаççĕ.
кирли
как и следовало ожидать; естественно (конечно). Юрк. Пасарти çынсем хутлăхĕнче çӳренĕ чухне пĕр чыкан арăмĕ, кăна курсан, хăй упăшки-тĕр тесе, пĕлсе, кирли, ун хыçĕнчен хыпаланса ута пуçлат. Халапсем. Вĕсене хирĕç ку та: сурăх ашне пĕçерме вутă çитмерĕ, эпĕ çавăнпа сирĕн тумтирĕрсене хуран айне хурса çунтарса пĕтертĕм, тет. Лешсем, кирли, йĕре пуçлаççĕ. N. Шыв арманĕнчен тинкĕле çăнăхĕ авăртса таврăннă чухне, пĕр вак курса, кирли, çав вакра тинкĕле юрма тытĕнчĕç, тет. Собр. † Шурă курница чул кăмака, кирлĕ марччĕ, кирли, сăрлама; çаккăн чухлĕ ырă çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли, юрлама. АПП. † Сирĕн пек лайăх çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли (вар. пире), юрлама.
кисек
навоз. ЙФН. Хура сĕлĕ ма сикет? Навус (кисек) ани сиктерет.
киçип
то же, что киççип? Бугульм. † Шурă киçипрен шурă пир эпĕ кăнтартăм; кăнтартăм та, куçран кăлартăм.
кишĕкле
то же, что кишекле. Ст. Чек. Кантăр пуçне илсен, ăна алăра йăвалаççĕ, кантăр вăррисем пуçĕнчен тухаççĕ, çапла кăларни — кишĕклени пулат. Хура тул вăррине те çаплах кишĕклеççĕ. Ib. Шăши кантăр вăррине кишĕкленĕ (съела содержимое, оставив шелуху).
куян
(куjан), заяц. Н. Карм. † Шурă куянсене курсан калăр: шурă курăкăн тăррине ан татчăр. Калмаюр. Вĕсен салтакĕсем пурте кăвак тумтирлĕ, куян пекрех хăравçăскерсем. Собр. † Шурă куяна, курсан, салам калăр: ан çитĕр шурă курăк тăррине. N. Акман ана çинче, шăтман хурăн кутĕнче çуралман куян выртать. (Суеç). Кĕвĕсем. Куян куйлăнать, тееççĕ; куян йăваш, тееççĕ: эп куйланмасăр кам куйланас? (Так говорит заяц).
кукамай
(кугамаj), божья коровка. К. Кушки., Череп. || «Солдатики» (насек.) В. Тим. Çуркунне кукамай нумай пулсан, хуратул аван пулат. Н. Седяк. Кукамай çурт таврашĕнче пулать, хĕрлĕ-хура-уда. Изамб. Т. Кукамай, красное насекомое; собирается стаями на солнце, в углах домов и др. См. Рааs. 74. || Сunnus. Альш. Кукамайĕ курăнать.
кукăр
кокăр (кугы̆р, когы̆р), кривой. N. Пĕр пĕчĕк кукăрскер пĕтĕм хире çĕмĕрет. (Çурла) || Кривизна. Собр. Хăваран кӳме автартăм, хыçне кукăр юлминччĕ. ЧП. Кукăр кутлă шурă хурăн çул кукăрĕпе çавăрăнат. || Альш. † Кайăк хурсем каяççĕ картипе (вар. кайăк хурсем килет картипе), кукăртан кукăра шыраса. || Угол (в избе). Никит. † Тĕпелти кукăрта ларакан мĕн сыхласа ларат-ши? — çуллă çăмарта сыхласа. || Отдельная часть селения. N. Хамăр кукăрсене кукрипех салам яратăп. Цив. † Пирĕн ял кукри виç кукăр, виç кукри те çаранлăх. || Закоулок? Пазух. Пăр пуянăн лутра хĕрне сыхларăмăр кукăрта. Ib. Çăварни кукри — çич кукăр, кукăрсерен сарă хĕр. || Поворот, излучина (реки и т. п.). Тим. † Çарăмсенĕн (речка) кукри çичĕ кукăр, çиччĕ çаврăнасси час пулмĕ. Пазух. Акăш кӳлĕсенче пулать, кукăр шывсенче пулат. Янш.-Норв. Эпĕ шыв хĕрне çитсессĕн, пĕр пысăкрах кукăра кĕрсе: çакăнта кăвакал таврашĕ çук-и-ха? тесе, çавăрăнса пăхрăм (посмотрел вокруг). ЧП. Кĕçĕнех те çырма виç кукăр. || В перен. зн. N. Харпăр хăй ĕçĕмĕре тĕрĕслер, никама та кукăр ан курар. Альш. Унтан-кунтан кукăр курат (критикует, осуждает). Истор. Шуйский хăй ĕмĕрĕнче кукăр çулпа нумай çӳренĕ. Сред. Юм. Ман сăмаха кукăр ан кур, Не поправляй моих слов! Ib. Тем кокри пор (говорят про человека, если он сердится). N. Пирĕн пĕр кокăр порччĕ, она тӳрлетрĕç-ши? || Срединный брусок телеги, соединяющий две ее подушки. К.-Кушки. Урапа кукăрĕ (кукăри). Сред. Юм. Орапа кокри тесе, орапа пĕккисĕн айĕнчен тăрăх ярса кайри тĕнĕлпе орапа потошки витĕр кăларакан кокăр патакка калаççĕ.
кукăр-макăр
(-магы̆р), со многими искривлениями; вкось и вкривь. Изамб. Т. Пăла (р. Була) ул кукăр-макар юхат. Шор-к. Мĕле-те-полин чарас тесе, ута (лошадь) кокăр-макăр тытап (направляю), çавах ниçтан та (никак) чарăнмасть. Зап. ВНО. Кукăр-макăр, косо-криво. Ib. † Çакă вăрман хушшипе кукăр макăр çул каять. Ib. † Кукăр-макăр çул пырат, çул кукрĕпе (-кукрипе) хĕр пырат; çавна тытса, чуп тумасан, манăн чунăм канас çук. || Извилистый, волнистый шнурок. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Зап. ВНО. † Шурă шупăр аркине кукар-макăр тытсан илемлĕ. || В перен. зн. Йӳç. такăнт. 46. Эсĕ кукăр-макăрна (свои увёртки) пăрах! Татса кала: кам çурчĕ сан пуçна?
куккăр-маккăр
коккăр-маккăр, то же, что куккăрлă-каккăрлă. Якейк. Конашкал орăх коккăр-маккăр ана çок та ха. || В перен. зн. В. Олг. Коккăр-маккăр пĕлместĕн КС. Ты режешь (т. е. говоришь) напрямки, не думая. || Особый шнурок. Шибач. Симĕс коккăр-маккăр, шнурок для отделки ворота и пр. КС. Хура куккăр-маккăр, хĕрлĕ куккăр-маккăр. Богдашк. † Савнă тусăн карттусне куккăр-маккăр тытнă иккен.
кул
(кул), кол, смеяться; насмехаться, издеваться. Ст. Чек. Эпир кулатпăр та, вăл та кулат; çынсем кулсассăн аяккинчен тĕрт, тесе калаччĕ, тет. Альш. † Эй тăвансем, чунăмсем! Тапайăр та сикейĕр, выляйăр та кулайăр. Ст. Айб. † Вĕсем кулнипе, чăтаймасăр эпĕ те кул-яр (возьми да и рассмейся). Юрк. † Хура вăрман хĕрри хурамалăх, авмасăрах авăнса тăрат-çке: ай-хай, милай, савнă сарă хĕр, кулмасăрах кулса тăрат-çке. Ib. Кайран хăйсенчен хăйсем каçса кайса кулаççĕ. N. Эпĕр ӳксе колтăмăр. Мы смеялись до упаду. Шорк. Малтан манпала чиперех калаçатчĕ; пăртак тăрсан пăхатăп — вăл эп ĕçленинчен кула тăрать. Сначала он говорил со мной хорошо, потом смотрю — оказывается, он смеется, смотря как я работаю. («Выражается недоумение по поводу данного факта, неожиданность»). Янтик. † Кăпăрт-кăпăрт пусмашкăн, хăма çинче мар эпир; пиртен кулса лармашкăн, хĕрпе каччă мар эпир. Шурăм-п. Кулин култăр, тетĕп, ăна мĕн пăхатăн, ухмах çеç çынтан кулать. N. Çук, тетĕп, эсир чăваша лайăх пĕлместĕр, ахаль кулса иртерсе калатăр, тетĕп вырăса. Ск. и пред. 14. Хĕвел кулса çутатать, çулнă ута типĕтет. Тораево. Улпут: çав пупран кулмали (повод к смеху) туп-ха, тесе каларĕ, тет, Сохрона. Регули 750. Колмаллаччĕ каласа кăтартнă чох. Ib. 749. Колмалла, лепле каласа кăтартрĕ! Сред. Юм. Кам пит алхастарнă çавсĕне, кĕçĕр çĕрĕпе те çывра пĕлмеççĕ. (Колмалла япала каласа парсан калаççĕ). Толст. Ăна кулма анчах çырнă-и-тен? (на смех). Орау. Апла тусан; аван мар. — Пулин (пусть), кулма аван мар-и? Ib. † Хăнасем илтмеççĕ, кулаймаççĕ ĕнтĕ. N. Çынтан кулакан çын ыр çын мар, теççĕ. (Послов.).
кулă
колă, кул, смех; насмешник; посмешище; добыча. N. Спектаккăль вăхăтĕнче пурте кулăпа антăхнă. N. Кулă мар, ачасем, чăннипех каласа парăр-ха. Я говорю это серьезно; пожалуйста, объясните мне, в чем дело. ТХКА 7. Кулă мар вĕт вăл, ачасене амантнă пулсан, тет анне. Ала 31. † Атти улĕ виççĕччĕ, виç ул кулли эп пултăм. (Солд. п.). Юрк. Чăваш ячĕ ытти çынсемшĕн кулă пула пуçланă. Ib. † Пилĕкри пиçиххи, кăвак пиçиххи, Чул-хулана çитсессĕн, сутăç кулли пулат пулĕ. Янорс. Кушака кул, шăшие йĕр, теççĕ ваттисем. N. Корак-чакак колли полчĕ. Çĕнтерчĕ 16 Ib. Санăн куллу тăвас çук! N. † Ай, хăтаçăм (ятне кала)! Ан мухтансам хĕрĕпе, каччă кулли пулайĕ. Б. Хирлепы. † Кашкăр кулли ан тăвăр (в добычу волку не отдавайте). АПП. † Кĕске сăхман тăхăнас мар, усламçăсем кулли пулса çӳрес мар. Орау. Атте-анне пур çинчен çын куллиех пулмăп-ха. N. Хурт-кăпшанкă кулли пулать. ЙФН. Хĕр кĕлетки пек кĕлеткемччĕ, салтак шенел кулли пулчĕ (досталась на посмеяние солдатской шинели). Собр. Кулă пите çыпăçать, теççĕ. (Послов.). Шибач. † Шĕшкĕ лартрăм, сат турăм, мыри (= мăйрĕ) полчĕ шоп-шорă, хĕрсем колли вăл полчĕ. НС. Эпĕ, алăк патне пĕре пăхсан, хăраса каятăп, тепре пăхатăп та, кулла та чармалла мар. Чураль-к. † Умлуççи лартрăм, сат турăм, умли пулчĕ шап-шурă, татимарăм — каç пулчĕ, ачасем кулли вăл пулчĕ. Шĕшкĕ лартрăм, сат турăм, татимарăм — каç пулчĕ, сар хĕрсем кулли вăл пулчĕ. N. Каçхи ĕç — ир кулли, теççĕ. (Послов.) Сиктер. Калмаксем, чăваш хĕрне вăрласа, Атăлпа пынă чух, шăп (как раз) Атăл варрине çитсен, хĕрĕ: калмăк кулли пуличчен, Атăл кулли пулаяс! тесе, йĕрсе пĕтерчĕ, тет те Атăла сике пачĕ, тет. Шел. З9. Ку тĕслĕ те пулĕ-мĕн тĕнче кулли пурăнăç! N. Ял-йыш кулли ан пул. || Трхбл. Кулă! Смешно!
кулкка
(кулкка), колок. Ст. Чек. Шурă япала выртса тăнă кулкка патне пырса пăхатăп — нимĕн те çук, курăка темĕскер тĕшĕрнĕ, йăва пек тунă. Микушк. Çеçен хир варрииче çавра кулк(к)а, çавра кулк(к)а варринче çавра кӳлĕ. || Назв. оврага (çырма) около с. Стюхина, б. Бугурусл. у.
купалан
копалан, складываться в кучу. N. Чăрăшисен турачĕсем çине юр нумай купаланнăран авăнса аннă та, çыпçăнса кайнă. Чув. пр. о пог. 116. Пĕлĕтсем пит çӳлĕ купаланса хăпарсассăн... Если облака, скучиваясь, поднимаются очень высоко... Тогаево. Йăвăççисем çулахим (= çулахин) пек сип-симĕс корăнса карĕ, анчах йăвăççисем тăрăнче шап-шурă хорсем копаланса лараççĕ. N. Купаланса выртакан йĕтĕн çурăмĕсем. Шурăм-п. № 21. Пăрахутăн пĕр вĕçĕнче халăх купаланса тăрат. N. Шыв купанăн купаланса тăнă. N. Купаланса выртать (напр., камень, песок?).
купирнатăр
губернатор. ЧП. Купирнатăр çурчĕ — хĕрлĕ çурт, пурĕ те хура халăх вăйĕсем; купирнатăр çурчĕ умĕнче çут кӳлĕ, пурĕ те атте-анненĕн куççулĕ.
купăс
копăс (кубы̆с, кобы̆с), скрипка. Юрк. † Икĕ купăс укçипе юхăм шыва пĕверĕм. (Гов. девушка). Рак. Чике старик, хур сухал. (Купăс). Ст. Чек. Чăнк, чăнк, чăнкăрти, чăнкăр татăк тимĕрти; анарски Пиктимĕр, тусăм пашла Натали. (Купăс калани). Стюх. Купăс çийĕ сарă-мĕн, пилĕкĕ тĕлĕ хура-мĕн. N . Унтан купăс калаççĕ, хĕрарăм хыççăн хĕрпе пĕрле тата хĕре купăспа каласа йĕме вĕрентет вăйçă. N. Пĕр çын купăс каласа çӳрет, тет.
купăс кукăри
шейка скрипки? Хурамал. † Хура вăрман виттĕр тухнă чухне аваймарăм купăс кукăрине (= купăс варринчи пилĕкĕ).
купăста йăвви
купăста йăви, рассадник. Изамб. Т. Т. И. Загадки. Урлă-пирлĕ кĕперлĕ, хура сăран аталă. (Купăста йăви).
кур
кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).
курăнат
курнать, apparemment., видно, должно быть, кажется. N. Сирĕн ачасем хут вĕренме çӳреççĕ, курăнат. Юрк. Хура вăрман çинчи хура тĕтре, кайрĕ, курăнат, вăрманăн тăршшине. Янтик. Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать; мана килет, кур(ă)нать. Эпир сана пымăпăр, пирĕн савни пасарта. Чураль-к. † Çинçе варта çинçе хĕр вăшкăлтатса вут çулать: мана илет, тет, курнать: манăн килте кил-вут пур. Регули. 462. Паян каймасть, корнать. СПВВ. Кур; курнать, видно; курнĕ: туйăнать курнĕ. (В тех говорах, где употребляются два выражения: курăнать и курăнĕ (курнĕ), первое из них выражает большую вероятность предложения).
шурă-курак
шор-корак, ворона. Стюх. Шурă курак тăриччен, шур сурпанне çыхинччĕ!
ӳк
(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. п┐ŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).
ӳксе вил
умереть, пасть; любить до безумия. Янтик. † Путĕр-путĕр путене, ӳкрĕ-вилчĕ шыв çине; ах аппаçăм (çавă пур), ӳкрĕ-вилчĕ йыснашăн. Янш.-Норв. † Ай-хай, ах, аппаçăм, йыснаçăм, ӳкетĕр-вилетĕр пирĕншĕн (так заботливы к нам, что не знаете, что делать). Ст. Айб. † Ай-хай, тусăм, хура куçăм, ӳкетĕр-вилетĕр пирĕншĕн. N. Хăш-хăш çынăн ниăçтан та пурăнăçĕ ĕнмеç: е ачи-пăчи пурăнмаç, е учĕ-ĕни ӳксе вилет. Н. Карм. † Эсĕ пăрахсан та, эпĕ пăрахмăп, çак çулсенчех ӳксе вилмесен (если не умру в эти годы). Юрк. Пĕр халирлĕ çул çак ялта тутарсем пĕр-пĕрин хыççăн ӳксе (надо бы: ӳке-ӳке) виле пуçланă. Сред. Юм. Ӳксе вилсен те, хĕрхенмĕ. Он, хоть умри, не пожалеет. (Çынна ĕçлеме кĕршсен, пит нăмай ĕçлеттерекен çынна, чȏхăн çын кивçен ыйтса кивçен паман çынна çапла калаççĕ). IЬ. Ӳксе вилес пик ĕçлет. До того работает, что, того и гляди, упадет и умрет. Умереть скоропостижно, внезапно. N. † Эпир ӳксе вилсен, мĕн юлат? — Çак калаçна чĕлхе, çав юлат. Хыпар № 20, 1906. Килте хытă ĕçлеттĕм, ĕç айне ӳксе вилеттĕм.
ӳпне куç
неизв. выраж. N. Кăвак куç, чакăр куç, хăмăр куç, хура куç, ӳпне куç, пăсăк куç, сенкĕр куç, чалăш куç, çаврăнса тухнă куç, тух, тух, куç. (Из наговора Ача куçăхсан). || У Паас. Ӳпне-куç «mit niedergeschlagenen Augen».
ӳтлĕ
corpulentus, здоровый, полный. О сохр. здор. Чей ĕçекен çынна апат та сахалтарах кирлĕ пулать, вăл çын сахалтарах çиет пулсан та, сывă та, ӳтлĕ те пулать. Тому, кто пьет чай, и пищи меньше надо. Несмотря на то, что он мало ест, бывает здоров и в теле. || Имеющий (какое-либо) тело. Хыпар № 47, 1906. Епле пысăк ӳтлĕ ĕнерен пысăк пăру пулать, çапла шултăра пĕрчĕрен шултăра пĕрчех пулать. От крупной коровы родится крупный теленок, также от крупного зерна родится крупное зерно. || Хура ӳтлĕ çын, негр. V. S.
ăмăр
(ы̆мы̆р), грудь животного. Книга для чтения 10. Шурă ăмăрне çулакаласа выртатчĕ. Лежала, облизывая свою белую грудь. N. Ăмăр, грудь животного. СПВВ. Ăмăр ― грудь у животных. Ч.С. Вара лашанăн ăмăрне, пĕççисене, чарисене хыпалакаласа пăхрĕ те: лаша акă ăçтан шыçăна пуçланă, тесе, лашанăн кайри чарине хыпаласа кăтартрĕ. СПВВ. ТМ. Ăмăр — выльăхăн мăйĕ айĕнче пырĕ тăрăх ашĕ усăнса çӳрет, çавна вара: ай-ай, ку выльăх таса, ăмралă! теççĕ. «Ăмăр» это свешивающаяся часть тела под шеей скотины, вдоль глотки. См. шăлкала.
ăнсантар
описка вм. ăмсантар? Подг. Шигали. † Çинçекăна пилĕк, хура куç ăнсантарать лайăх хĕрсене.
ăншăрт
(ы̆нжы̆рт), порча, постигающая человека вследствие чьей-либо ссоры. СПВВ. КЕ. Ăншăрт, хаяр çын вăрçсассăн, тепĕрне çантах темĕскер лекет, ăна: ăншăрт ӳкнĕ, теççĕ. То же знач. и в Сред. Юм. Н. Карм. Çынпа вăрççассăн лекет, теççĕ ăна. Çынпа вăрççан, кайран çын чирлесессĕн: çын ăншăрчĕ лекнĕ, теççĕ. Вара вĕтĕ икерчĕсем тăваççĕ те, чирленĕ çыннăн пуçĕ тавра çавăра-çавăра, сăмахсем калаççĕ: çавăн ăншăрчĕ тухтăр, унăн ăншăрчĕ тухтăр, теççĕ. Унтан вара, хире кайса, лартаççĕ. Нюш-к. Çынсем вăрçнине курсан, сурса иртсе кайма хушнă ваттисем; сурса иртсе каймасан, ăншăрт ӳкет, теççĕ. [Ăншăрт ӳксен, чĕрне çине шурă (пятнышки) тухать]. Ст. Ганьк. Килти ăншăрт пусан та, тул ăншăрчĕ, (мир) халăх ăншăрчĕ, пуху ăншăрчĕ, арăм ăншăрчĕ, хĕр ăншăрчĕ, арçын ăншăрчĕ, ача-пăча ăншăрчĕ ― çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Н. Седяк. Ăншăрт çынсем вăрçнине курса хăранăран пулать, теççĕ. Кăмакана кумкка тăвар пăрахаççĕ: вăл унтан шартлатса сирпĕнсе пĕтет; тĕпренчĕксене пухса, шыв çине ярса ирĕлтерсе, шывĕпе алăк хăлăпсем, сак хăмине çуса ĕçтереççĕ. Макка 235. Унтан тата ăншăрт тăваççĕ, ăншăрта ак мĕншĕн тăваççĕ: кам-та-пусан пĕр-пĕр çын вăрçнă çĕрте тăрсан, çавăнтан кайран е пĕр-пĕр япала ыратсан, е ăш-мĕн е пуç ыратат-и, хуть те мĕн ыратсан та, вара: ăншăрт ӳкнĕ, тесе, ăншăрт тăваççĕ. — Ăншăрта ăна ак çапла тăваççĕ: пĕр начар путеке илеççĕ те, çыран хĕрне кайса, çунтарса яраççĕ; çавнах тата тепĕр тĕрлĕ ак çапла тăваççĕ: çăнăх илсе, вĕçтерсе яраççĕ те, унтан вара: чире вĕçтерсе ятăмăр, теççĕ. Магн. М. 142. Ăншăрт (хаяр). IЬ. Ăншăрт ӳкни. Альш. Ăншăртран вĕрес. Заговорить болезнь ăншăрт. Упа 656°. Хĕрĕх те пĕр чул çине хăçан ăншăрт ӳкет, çавăн чухне тин ӳктĕр. М. В. Шевле. Ăншăрт — болезнь. Жертв. кн. Ăншăртъ (sic!) Ашшĕ така (вар. Ăншăрт Ашшĕне така). У ăншăрт есть и мать. IЬ. Аншарт сирен (чит. ăншăрт сирен). || «Ожесточенный.» Полтава 221. Ăншăрт çынпа тĕл-пулсан, пĕрле куç-çуль юхтарать (с ожесточенным слезы льет). || Бранное выражение, что-то в роде русского «чорт». М. Яльч. Чертаг. Ăншăрт пак çиленсе çӳрет. Ходит и злится как ăншăрт. Ст. Чек. Ăншăрт: 1) что-то йӳçĕ; йӳçĕ япала; 2) ăншăрт, тесе, çынна калаççĕ: тискер, хаяр çын пулат, тискерĕн пăхат. Ăншăрт пек пăхат.
ăрашки
рожки сладкие? Ч.П. См. хура-хутаç.
ăс
(ŏс, ы̆с), ум, разум; ум-разум, рассудок. N. Акă пирĕн хушшăмăрта тĕслĕрен халăх пур, тĕрлĕ ăс пур, тĕрлĕ чĕлхе пур. Вот среди нас есть разный народ, разный ум, разный язык. Собр. Ăс çук та, ĕç пулсассăн ― ĕç çук, теççĕ. (Послов.). Нет ума, поэтому нет и дела. IЬ. Çук ĕнтĕ, урăх эрех пулмас, ăна ăс вĕрентекен пур (его кто-то учит уму-разуму). Альш. Эсĕ ăсран тухнă ахăр, тенĕ. Должно быть, ты сошел с ума. СТИК. Ăс çитеймес çав. Не хватает ума. (Говорят человеку, не сумевшему сделать что-нибудь руками). Изамб. Т. Сана та ăс кĕмерĕ иккен. Авланнă пулсан, пĕр-ик ача ашшĕ пулнă пулăттăн. Не набрался, оказывается, и ты ума. Если бы ты был женат, то ты был бы отцом двух-трех детей. Собр. 343. † Пирĕн пек çамрăк ачасем пурăнакиле ăс илет. Ала 96. Ку ачана кăшт ăс кĕре пуçланă: мĕлле пурăнас ку хĕле? тет. Этот парень начал приходить в ум: как, говорит, провести эту зиму? Орау. Нимĕч вăл ăспа пурнакан çын, ал-хапăлтах мĕн курнă, ун хыççăн каймаçть. Немцы — люди рассудка, и ничем не увлекаются. Кильд. Хайхи вара ăс вĕренте пуçларĕ, тет (начал учить уму-разуму). Б. 13. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то деревенские старики не будут бранить. С. Тимоф. † Çĕнĕрен килнĕ çын, тесе, çунан вута ан чикĕр: ман ăс кĕске, чăтас çук. Из-за того, что я новый человек, не толкайте меня в пылающий огонь: у меня ум короток, я не вытерплю. (Слова молодушки). Полтава 11. Ăсран тухнă ват этем. Старый человек, выживший из ума. Кратк. расск. Иосиф тĕрмере, хĕн пурăнăçра, шăп ӳссе çитĕнсе, пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Ч.С. Санăн ăсу ватăлнăçĕмĕн пĕтсе пырать-мĕн, терĕç. Они сказали: «Ты, чем старше, тем глупее». Юрк. Ăсĕ пур чух, еще будучи в здравом уме и твердой памяти. Юрк. Шухăшласан, ăсăм çитми пулчĕ. (От долгой думы) в голове не хватает способности мыслить. Псалт. 30,23. Эпĕ ăсăм кайнă вăхăтра каларăм. IЬ. Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук. N. Нумай вĕренни ăсран ярать сана. Долгое учение сводит тебя с ума (лишает разума). А. П. Прокоп. † Ăсăмăр ухмах. У нас глупый разум. Юрк. Эсир мĕшĕн апла çырса янине, пăртак ăсĕ пулсан, хăех пĕлĕ, теççĕ, кулса. «Если есть у него немного сообразительности, то он сам поймет, почему вы так написали», говорят они, смеясь. Якейк. Воник салтакăн пĕр качакан чохлĕ ăс çок, теççĕ. У двенадцати солдат, говорят, нет ума столько, сколько у одного козла. Юрк. Калаçса ларнă ушкăнта пĕр чăваш пит ăспа калаçса ларнă. Вăл çапла пит ăспа калаçнинчен итлесе лараканнисем, ыттисем, пĕтĕмпе тĕлĕнсе тăнă. Среди беседующего общества один чувашин разговаривал очень умно. Слушатели изумлялись его умным речам. Богдашк. † Икĕ савнă тусăм пур, пĕрин ăсĕ кĕскерех; пĕри кайсан, тепри пур. Есть у меня два милых друга, но у одного из них ум коротковат. Если один уйдет, то останется другой. Псалт. 48,4. Чĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ. Юрк. Ача-пăча ăсĕ. Сред. Юм. Ăсне ĕçет, ум пропивает. IЬ. Ĕçесси ĕçтĕрчĕ хоть те, ăсне ан ĕçтĕрчĕ. Пусть бы пил, но только бы ума не пропивал. N. Ку çынсем йăлтах ăсран кайнă, нимĕн пĕлмеççĕ. Эти люди совсем сошли с ума, ничего не понимают. Урож. год. Çамрăк чух ăс салатман (не расточал попусту), укçа шăва пăрахман. А. П. Прокоп. † Çинçе-кăна пӳлĕ хура куççăм, пурăна-пĕр-киле ăс илет (приобретает). Кĕвĕсем. 79. Паянхи кунтан ăсăм пĕтрĕ (я лишился рассудка) такçан тăвансене курнипе. Чăв. й. пур. 9. Лайăх ăслă, кăмăллă çын. Очень умный, симпатичный человек. || Мысль. Изванк. Çул çинче каялла çавăрăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет, теççĕ. (Послов.). Ст. Чек. Ăс пăттăранат, мысли перепутались. IЬ. Хуйхă пусан, аптăранипе ăс пăттăранат. IЬ. Ăс пăттраннă вăхăтра пуç анкă-минкĕ пулат, ыратат. IЬ. Ăс пăттăранма ури çине ĕне пусман (еще молод для того, чтобы слишком задумываться). || Направление ума, убеждение. Жит. св. Январь. Арий, пит ăслăскер, шуйттан пулăшнипе пĕтĕм халăха, улпутсене те, патшасене те, архиерейсене те, хăй ăсне ерте пуçланă. Лашман. Ырă кинçĕм (çавă пур) ялан пĕр ăс çинче пурнинччĕ. (Свад. песня). Сред. Юм. † Çичĕ ют килне каймасăр çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужую семью, я не буду жить чужим умом. Чăв.-к. † Çичĕ ют килне çитмесĕр, çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужой дом, я не намерена поддаваться чужому влиянию. ЧП. Нумай йĕрĕп ĕмĕр тăрăшшĕне ирттерме, ăсшăн тăрăшма пиллесем. Много еще поплачу я в течение своей жизни, благослови меня на приобретение должного направления ума. Хыпар № 16, 1906. Эсир хăвăр, хытă тăрсан, турă панă ăса тытса, кĕнеке вĕренме ан ӳркенĕр. || Совет. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ сан патна ăс ыйтма килтĕм, тенĕ. Я к тебе пришел за советом. IЬ. Леш сутма пынă çынсене тунма (отпереться) ăс вĕрентнĕ (научил). Альш. Унтан вара Ванькканăн арăмĕ монастыре ăс шырама кайнă. Н. Шинкус. Кам та кам çав старикрен ăс ыйтса килĕ, çав тăшман тин çак киле çĕнтерĕ. До тех пор, пока не сходит кто-нибудь к тому старику за советом, тот враг не одолеет этого дома. || Мнение. Ходите во свете. Пĕр ăс тытса. БАБ. Выртасчĕ, те çывăрасчĕ ĕнтĕ, пирĕн ăспа. По нашему мнению, следовало бы им лечь да уснуть. || Сознание. Сред. Юм. Ăс пăрахсах ĕçмес ȏ. Он не пьет до беспамятства. Лашмаш. Тусçăм, эпир иккĕн (sic!) эпир уйăрăлсан, асăнăн-ха ăсă пĕтиччен (до того, что сойдешь с ума). Ала 61°. † Кунтан, тăвансем, эпĕ уйрăлсассăн, асăнăр-ха ăсăрсем пĕтиччен. Б. Сунч. † Эпĕ, тăван, кунтан уйăрăлсан, асăнăр-ха ăсăрсам пĕтиччен. || Повадка. Чăв. й. пур. 10. Эй, Яхвар! çак сирĕн ăсра энĕ пĕртте юратмастăп, çул хура, тиенĕ ăлавна йывăртарах, ху çапах лашана хĕнетĕн. Эх, Яхвар! не люблю я этой вашей повадки! Дорога бесснежная, клади положил много, а сам все-таки бьешь лошадь. || Нрав, характер. Ала 8. Унăн ăсĕ те пит аван, лăпкă ăс пулнă. Он был очень хорошего, тихого нрава. Посл. 101,20. Ăсăртан — çулланă (в летах) çынсем пек пулăр. Ала 90. Анчах вăл ачасем иккĕшĕ икĕ ăслă пулнă (различного характера). || Прием, способ. Ала 13°. Халь ĕнтĕ ку ăспала (зная такой прием) аптрамăп-ха, тенĕ. IЬ. 20°. Ăс шыра пуçланă. Начал искать способа. IЬ. 21°. Пире нимĕн те кирлĕ мар, эсĕ пире ăс тупса парăн-ши? Нам ничего не нужно: не укажешь-ли ты нам способа (выхода)?
ăсан
(ŏзан, ы̆зан), тетерев. Вомбу-к. Якейк. Ăсан — чăхă нушшĕ хора тĕрлĕ кайăк. IЬ. Ăсан — чăх пек, вăрманта порнакан кайăк. То же слово в Хир-бось (Тойсинск. вол.). СПВВ. Х. Ăсан, тетерев. IЬ. † Хура вăрман хĕрринче тăхăр ăсан йăви пур. Лашман. Тĕм-тĕм хăва хыçĕнче вуникĕ ăсан йăви пур. Пшкрт. Ы̆зан, тетерев. Шибач. ŏзан (кăвакрах, чăхă пак пор). Чертаг. Ăсан алтать (или: кăлтăртатать). Юрк. Вăл çапла тăванĕсемпе те ял-йышĕсемпе те ялан вырăсла калаçнăран, хăйсен ялĕсем, ăсансем, часах ăна, вăл епле çынне курса чухласа, ăна: «вилнĕ çын» тесе, çĕнĕ хушамат панă.
ăсла
(ŏсла, ы̆сла), сусло. В. Олг. Ăсла (ŏсла) ― сусло. Выла, Курм. у. Вĕсене вара сăра тăвакансем кашнине пĕрер курка ăсла парса тухаççĕ. Варящие пиво подают каждому из них по ковшу сусла. Рак. Тутар, чей, тесен, тем тăвĕ; ĕçме ларсан, вара чейне ăсла пек хуп-хура туса ĕçет. Ради чая татарин готов на все; если он сядет пить чай, то заваривает его густо, как сусло.
ăста
(ы̆ста), где. с. Икково. См. кăста. Хора-к. Поттик-поттик путяни лаптак корăк айĕнче; çакă ялăн хĕрĕсем, ста (чит. ăста) кирлĕ вăрманта, яшă ача айĕнче. Янгильд. Козм. у. Ăста каян, шăтăк кут? — Эпĕ те пурап, хура кут. (Сăра хуранĕпе сăра чанĕ).
ăш
(ŏш, ы̆ш), нутро, желудок. Якейк. Эп паян ăша яман, эсĕр ик хут çирăр. Я сегодня ничего не ел, а вы уже два раза поели. N. Ăш ыратакан. Побаливает живот. Скотолеч. 26. Ăшран ыратнă чухне епле имлесси çинчен. О том, как лечить во время боли внутри. N. Ăш ыратсан ĕçмеллĕх юлтăр. Пусть останется для приема во время боли живота. Цив. Ăш ыратать = хырăм ыратать. Живот болит. Календ. 1907. Ăш çине вĕри шыв çинче йĕпетнĕ тутăр хурса тăмалла. На живот нужно положить намоченный в горячей воде платок (при поносе). Пазух. Çӳл ту çинчи шур мулкачă курăк çисе вылать-çке; пирĕн пек çамрăк ачасем те ăшне тытса йĕрет-çке. Находящийся на высокой горе белый заяц ест траву и играет; такая, как мы, молодежь плачет, схватившись рукой за живот. Шорк. Ĕнер ĕççе ăш ыратаканах полнă (до того, что даже заболела грудь). || Внутренности (человека, животного). Сред. Юм. Пит шăнсан, ăша сиввĕ витрĕ, теççĕ. Сильно замерзнув, говорят: холод заморозил внутренности. Собр. 335°. Çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар, теççĕ. Внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы. (Послов.) Шурăм-п. № 26. Питĕ сивĕ çил вĕрет, пĕтĕм ăша шăнтать. Дует очень сильный ветер, студит всю внутренность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх икĕ ача çуратат, пĕрне ăшне тытса юлат. Жена Ивана родит двух детей, у которых одна щека ― солнце, другая — месяц; одного оставляет (задерживает) в животе. Чăв. й. пур. 32. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухас пек калаçнă. Своей речью он как бы проникал в самое сердце. Хыпар № 1, 1906. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи манахсем ăш хăпарса тухиччен ĕçлесе пурăнакансем... Так как прежние монахи, работавшие до упаду... || Экскременты. Хурамал. Чирлĕ лашанăн ăшĕ тухмасть. У больной лошади не выходит кал. || Начинка. Изамб. Т. Пелĕш ăшĕ, начинка пирожка. || Мякоть (арбуза, дыни, тыквы). Хыпар № 3. 1906. Ман умра, сĕтел çинче, пĕр арпус выртать, пысăк, илемлĕ: ăшĕ те хăйĕн хĕп-хĕрлĕ пулĕ. Передо мной, на столе, лежит арбуз, большой и красивый; вероятно, и мякоть у него красная-раскрасная. || Внутренность. Изамб. Т. Пăртак тăрсан, сасартăк чиркӳ ăшĕ тата ытларах çуталса кайрĕ. Немного погодя, вдруг внутренность церкви осветилась еще ярче. N. Ăш (шал енĕ), внутренность. || Подкладка. Ч.П. Канихвер камсулăн ăшĕ хура. У камзола из «канихвер'а» подкладка черная. Альш. Çĕлĕк ăшĕ; ăшă ăшлă çĕлĕк; карттус ăшĕ. Подкладка шапки; шапка с теплой подкладкой; подкладка фуражки. Ядр. Вăрман ăшпе(=ăшĕпе) вăтăр çухрăм каймалла. Нужно идти (ехать) тридцать верст лесом (внутренностью леса). Пизип. Вот вăлсем вăрман ăшĕпе пыраççĕ. Вот они идут (едут) лесом. || Употребляется в значении послелога. Регули 1109. Сăнăх-шне ӳкерчĕ. Уронил в муку. Торп-к. Çак мăкăра ăста ярас? тесе, итет, тет. Çын калать, тет: лашасам ăшне яр, тесе каларĕ, тет. Куда пустить этого быка? Человек отвечает: «Пусти в табун лошадей (к лошадям)». Ст. Шаймурз. Карап ăшĕнчен тухса, выйдя из корабля. Ал. цв. 2. Вăл чул кĕлет чул ту ăшĕнче. Этот каменный амбар — в каменной скале. В Якейк. гов.: катка-шне шу толтарнă, сĕт ĕшне тăвар янă (а не çине). Там же: корка-шне, чĕрес-ĕшне, хот-ăшне. Регули 1110. Вутă-шне хор. Çав вута хор. Клади в сено. Клади то сено. IЬ. 1112. Утсам вите шăнче (витере тăраççĕ). Лошади в конюшне (стоят в конюшне). IЬ. 1113. Хоран-шăнче (хоранра) вĕрет. В котле кипит. IЬ. 1114. Çак тоттăр-шне чăрка. Заверни в этот платок. IЬ. 1028. Виç контан вăрмана кайса. Виç кон иртсен, тăват кон-шăнче вăрмана кайса. Через три дня в лес отправился. По прошествии трех дней, на четвертый, отправился в лес. Ау. 219. † Пур, пур тăван ăшăнче, савнă тăван çавăччĕ. Среди всех родных он был самым милым моему сердцу. Богдашк. † Пурçăн чаршав ăшĕнче, мамăк минтер пулинччĕ. За шелковым занавесом была бы пуховая подушка. Альш. Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Летних месяцев семь; в течение семи месяцев будет семьдесят разных дней. || Ум, мысль, память; сердце. О заступл. Вăл сăмаха санăн виличченех хăвăн ăшăнта тытса çӳрес пулать, пĕр çынна та калас пулмасть. Это слово тебе нужно всю жизнь хранить в сердце (втайне), никому не надо говорить. Шурăм-п. № 3. Ятласа пăрахмасан, юрĕ те-ха, тесе, шухăшлать хăй ăшĕнче. Хорошо, если не обругает, думает (он) про себя. Ч.С. Эпĕ вăл каланă сăмахсене ăшра тытса çӳре пуçларăм. Все, что он говорил, я стал держать в уме. Ягудары. Вăл ман ăшăмра та çок. У меня и на уме-то этого не было. Панклеи. Йăвана кӳме ăша кĕре пуçларĕ. Иван стал вспоминать о повозке. Кĕвĕсем 81. Кĕмĕл çĕрĕ, ылттăн куç, пур-и ара аллăнта? Иксĕмĕр калаçнă сăмахсем пур-и ара ăшăнта? Есть ли у тебя на руке серебряный перстень с золотым щитком? Сохранилось ли у тебя на сердце все, что мы говорили с тобой? Арман-к. Чеб. у. Эп сана окçа памаллаччĕ. — Манса кайнă, вăл ман ăшăмра та çок. Я должен был тебе деньги. — Я совсем забыл об этом, и в памяти у меня нет (совсем запамятовал). || Придача. Абаш. Кона ăшне яр. Это дай на придачу. Йӳç. такăнт. 70. Ĕçкине ăшнех калаçнă ăна! Выпивка была сговорена сверх всего. Орау. Сана аллă хăяр анчах памалла та, аллă пĕр пулч; юрĕ, пĕри ăшне кайтăр (пусть пойдет не в счет). || Цив. Кукша ăшăнчен вилес пек кулса тăрат, тет, у. Плешивый едва удерживается, чтобы не расхохотаться во все горло. || Орау. Ăшне каяш сасси! Кунĕпе улать! Чтобы ему лишиться голоса!― целый день воет.
ăшлă-туллă
(т┐уллы̆), см. алса. Мусирма. † Ăшлă-туллă хура алса ху ӳсрӳпе çухатрăн. Спьяна ты потерял свои черные рукавицы (вареги с голицами). К.-Кушки. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм! ăшлă-туллă алсăна ĕçкĕ пирки çухатрăн. Ах отец, отец, ты потерял спьяна свои вареги с голицами! Альш. † Ах, аттеçĕм атте! ăшлă-туллă алсăна ĕçкӳ пиркӳ (sic!) çухатрăн!
ăш çунни
беспокойство, тоска, горе. Янтик. † Эп юрламастăп савăнса, юрлап ăшăм çуннăран. Я пою не оттого, что радуюсь, а пою с горя. N. Ачасемшĕн ăш çунать. Сердце болит за детей. Сёт-к. Ăш çонать ман саншăн. Болит у меня за тебя сердце (беспокоюсь). Орау. Ăш çунать — калама çук, тем пулать ĕнт тата. Очень болит сердце (неспокойно), не знаю, что и будет. Трхбл. † Йĕлме касса купăс турăм ăшăм çуннă чухне калама. Срубив ильму, я сделал себе скрипку, чтобы игрой разгонять тоску. Сала 25. † Ăшăм çунать, тутам кулать, икĕ хура куçăмран шыв юхать. На сердце боль, губы смеются, из двух моих глаз льются слезы. || Сильная жажда. Беседы на м. г. Ĕçес килсе ăш çунакан çынсене шыв парса ăшне кантарас пулать. Тем, у кого сильная жажда, надо дать воды, чтобы утолить их жажду. КС. Ăш çунни — жажда от психических причин, напр., горя и пр. Срв. ăш хыпни.
ăшне
(ы̆шн’э), росчисть, поляна в лесу. Лашман. † Хура вăрман касрăм, ăшне турăм, варрĕне юлчĕ пĕр юман. Вырубил я лиственный лес и сделал поляну, в середине ее остался один дуб. N. †. Ăшне-ăшне-кăна сĕм вăрман. К.-Кушки. Ăшне меньше, чем уçланкă. || Ăшне, назв. киремети. Б. Яныш.
ĕмĕр
(ӧ̌мӧ̌р, э̆мэ̆р), век. М. П. Петр. Этеме пурăннă-çемĕн ăс кĕрет те, анчах ĕмĕрĕ кĕскелет. Чем больше человек живет, тем больше набирается ума, только жизнь его сокращается. N. Ӳпренĕн ĕмĕрĕ ик эрне. Век мошки — две недели. Сред. Юм. Ĕмĕр сакки сарлака, ȏнăн вĕççи кȏрăнмас (тесе), ĕмĕр вăрăм, малла (= малалла) мĕн пôлассине пĕлместĕн, тессине калаççĕ. N. † Епир вылянă-кулнисем каят ĕмĕр тăршшăне. К.-Кушки. † Эпир вылянни-кулнисем пырĕç ĕмĕр тăршшине. Память о наших играх и весельи сохранится на всю жизнь. Хыпар № 19, 1906. Халĕ сасартăках ĕмĕрти чи пысăк ĕçсене тума тытăнмалла пулчĕ. Теперь неожиданно пришлось взяться за самые важные в жизни дела. Пшкрт. Эп хам порăннă ĕмĕрте шатак (шадак) корсатăп (корзады̆п). Я на своем веку всего навидался. N. Ĕмĕрне чăваш чĕлхипех асапланса ирттерчĕ. Весь свой век провел над чувашским языком. Якейк. Ĕмĕрне контах иртерч. Весь свой век прожил здесь. IЬ. Ĕмĕрех асапланатпăр. Всю жизнь мучаемся. IЬ. Ĕмĕрех конта порнать. Весь свой век проживает здесь. N. † Ĕмĕр иртсе каятĕ, тĕкĕ персе те чарас çук, тăм сĕрсе те чарас çук. Юрк. Калăн, хăйсем темиçе ĕмĕр пурăнмалла, тесе. Скажешь (подумаешь), что они проживут несколько веков. N. † Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç; яш ĕмринче порннă чох, вĕрем иртни сисĕнмест. Когда на речке... туман, то не видишь, как летит птица; когда проводишь молодость, то не замечаешь, как летит время. Пазух. Çăварни çуни хура çуна, тытрăм-кӳлтĕм хура лаша; сикрĕç-ларчĕç хура хĕрсем, ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. Букв. Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Лавка жизни широка. (Послов.). Сир. 40. Ăссăрпа йĕркесĕршĕн пурнан ĕмĕрех йĕр. Ходар. Вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть. (Вирĕм). К этому человеку собирается («остается») всякое зло, и он поэтому во всю свою жизнь не видит добра (благополучия). Ч.П. Ĕмĕр иртни, течение (прохождение) жизни. Ст. Чек. Ĕмĕре ирттерни — тикĕс ирттерни пулат. Сред. Юм. Ĕмĕр иккĕ килес çок. Жизнь не повторится («почему же не удовольствоваться?»). Рак. † Пирĕн тăвансем: ах! тиеççĕ, епле ĕмĕр ĕмĕрлес! тиеççĕ. Изамб. Т. Шел çамрăк çынна; ĕмĕрĕ пĕтнĕ пулĕ çав. Жаль молодого человека; должно быть, жизни его пришел конец. Менча Ч. (и в др. гов.). Ĕмри — его жизнь. Орау. Ĕмĕрне çавна шыраса ирттерчĕ Шăршĕвӳ те. Шыржи («твой Шыржи», n. viri) такой смерти и искал всю жизнь (собаке собачья смерть). Ч.П. Ĕмĕрĕм вĕçне çитетĕп. Доживаю век. Кратк. расск. 26. Ăна ĕмĕрĕнче пĕр çын та: Иов капла усал, Иов çапла усал, тесе, çăвар уççа, калакан пулман. Орау. Мĕн пур ĕмерне Хусанта ирттерчĕ. Весь свой век прожил в Казани. IЬ. Мĕн пур ĕмĕрне кĕнеке çинче ирттерчĕ. Весь свой век провел над книгами. IЬ. Ху ĕмĕрĕнте эсĕ ăна кураяс çук. На своем веку ты не увидишь его. Регули 711. Ман ĕмĕрех (ĕмĕре) çитĕ ку япала. На мой век хватит этой вещи. Изамб. Т. Пĕрре тытсан, ул ĕмĕре пырат. Раз загородить, и на век хватит. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, сĕт каткинчен тохнăскер, катан-пирпе тытнăскер, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ (жизнь показалась радостной). Альш. Вĕсем вара ĕмĕрнех суккăр пулса ирттернĕ. Они всю свою жизнь были слепыми. Ядр. † Шăпăр, шăпăр çӳмăр çăвать; хĕвел пăхать, типĕтет, пирĕн ĕмĕр çанашкал. Шумит дождик и намачивает; взглянет солнышко и высушит; такова жизнь наша. Посл. 191,17. Ку ĕмĕрĕн пуянĕсене ӳкĕтле. О сохр. здор. Ватăлса виличченех ĕмĕрĕнче те пĕр чир-чĕр те курмаççĕ. До самой смерти в преклонных летах не знают никаких болезней. Ау. 102. Ватăлас ĕмĕрте вĕсем пĕр ывăл ача тупнă. На старости лет у них родился («нашли») мальчик. Альш. † Пĕр ĕмĕр те кунта, пĕр ĕмĕр лере: саклата та хунă мул пекех. (Застольн. песня). Псалт. 16,14. Вĕсене çак ĕмĕрĕсенчех çĕр çинчи суйласа илнĕ сахаллисенчен уйăр. IЬ. Санăн патшалăху пур ĕмĕрсенче те тăракан патшалăх. К.-Кушки. Ĕмĕрте катăк пуртă та кирлĕ пулнă, тет. В жизни, говорят, может пригодиться и обломанный топор. (Послов.). || Век, saeculum. Канон. Эсĕ этеме калама çук савнă тăрăх юлашки ĕмĕрсенче ĕмĕр хĕр Маріяран ӳтленнĕ. || Вечно. Ягутли. Кирек камăн та пурнан кунсенче ĕмĕр асăнмалла вăхăтсем пулаççĕ. У каждого бывают в жизни незабываемые минуты. М. Васильев. Ай-ай, аван! Ĕмĕрех ко тапакка шăршлăттăм. Ах, как хорошо! Весь свой век нюхал бы этот табак. Сборн. по мед. Юмăç тени ĕмĕр çук пулать. Знахари вечно бывают бедны. Орау. Ĕмĕр каймастăп. Во веки не поеду. Чăв. й. пур. Кайран акнă тырă ĕмĕрех начар пулат. Поздний посев всегда бывает плох. Ст. Чек. Атсем (= ачасем), хăнана кайсан, ĕмĕр çапла пулат вăл! Ребята, когда пойдешь в гости, всегда так бывает! || Долгое время. СТИК. Мĕн ĕмĕр хытланса тăратăн эсĕ унта! Сколько времени ты там возишься! Коракыш. Ку кайăка чĕрĕллех тытас тесе, Иван тем ĕмĕр çӳренĕ. Желая поймать эту птицу живьем, Иван проходил очень долго.
ĕмпӳ
(ӧ̌мбӳ, э̆мбӳ), царь. СПВВ. ТА. Ĕмпӳ = патша. Пшкрт. Э̆мбӳ, царь. НАК. Эпĕ хура-кĕсрери ĕмпӳ (патша), сăрланти ĕмпӳ патĕнчен киле тавăрăнатăп. (Слова киремети, сказ. встретившемуся охотнику). || Царство, государство. Якейк. Пирĕн ĕмпӳ çинче вăрман нумай. IЬ. Вăл орăх ĕмпӳ çине тарчĕ.
Ĕне-Çавалĕ
(с'┐авал'э̆), приток М. Цивиля. Вместе с Шурă-Хăйăрлă образует в Кирском лесничестве Мал. Цивиль (Çавал).
ĕнил
(э̆н'ил'), назв. черной краски. Чертаг. Ĕнил ― краска (хура).
ĕнĕл
(э̆н'эл'), синяя (кăвак) краска для крашения ниток. Шибач. Питушк. Ĕнĕл (краска). || Осадок у отстоявшейся краски. Орау. Краскă тĕпĕ, кĕвелсе тăрăлса ларсан, краскă тĕпне ĕнĕл теççĕ. Ĕнесем ӳсĕре пуçласан, çула ĕнесене ӳслĕкрен ĕçтереççĕ. Хыçне час прахаймасан та, каллех çав ĕнĕле параççĕ (когда коровы начнут летом кашлять их поят этим веществом. Также поят им и в том случае, если корова долго не выбрасывает последа). Якейк. Пит хура япалая: ĕнĕл пек хура, теççĕ. Про черную вещь говорят, что она черна как ĕнĕл.
ĕнсе
(э̆нзэ), затылок. ПУ. Пшкрт. э̆нзӓ , затылок. СПВВ. Ĕнсе (инсе). Упа 758. Вара хирĕç пыракан çынни хăй ĕнсине хыçса: чăнахах та мĕншĕн ыйтрăм-ши эпĕ? тесе, шухăшларĕ, тет, хăй ăшăнче (= ăшĕнче). Тогда идущий навстречу почесал затылок и задумался над тем, зачем он это спросил. Янтик. Эй ачам! ун пек, айăп çукран айăпласан, ху та ĕнсене (ĕнсӳне) хыçăн (хыçкалăн). Ах, милый, если бы тебя без вины обвинили, ты бы и сам почесал затылок. Альш. Путпула анса кайсан, ку ачан ĕнси хуçăлат та, çавăнтах вилет, тет. От падения в подполье у этого мальчика сломался затылок, и он тут же умер. Орау. Кай-ха ун патне, ĕнсерен парса, кăларса ярĕ. Пойди-ка к нему, он даст тебе такого подзатыльника (и выгонит)! IЬ. Ачана ӳкерсе, ĕнсине татса пăрахăн. Уронишь ребенка и сломаешь ему затылок. Изамб. Т. Ĕнсерен чишша кăларса яр. Дай ему подзатыльника, чтобы он вылетел. || Хорачка. Оны̆н э̆нзин'ӓ ларчы̆. Он получил убыток. Хыпар № 38, 1906. Хăшĕ банка (чит. панкка) парăмне тӳлесе пĕтере пырать, анчах çав вăхăтра ун ĕнси çине çĕнĕ парăм пырса ларать. Иной уже выплачивает долг банку, и вдруг в это время ему на шею наваливается другой долг. || Изамб. Т. Эсĕ ман ĕнсене кăшлатăн. Живешь на мой счет («гложешь мой затылок»). IЬ. Э, хура халăх ĕнси чăтат-çке! Вытерпит народная шея! Беседа. Ял ĕнси çинче пурăнакансем. Живущие за счет деревни (общества). || Микушк. † Хĕр чух эпир пурăнтăмăр выляса; татах выляс-чĕ çав вăйя, хуйхă пуснă ĕнсене (было: инсене). В девицах (т. е. в девичестве) мы жили играючи; поиграть бы и теперь в эти игры, да одолела тяжелая кручина. || IЬ. Ĕнсерен тăхăнтартни (подзатыльник). IЬ. Вăрççа, ĕнсерен чышса, кăларса яни (выгонка в толчки, в шею).
ĕнчĕ
(э̆нζэ̆), жемчуг, жемчужина. Ой-к. Мамăк тӳшек çинче ĕнчĕ пĕрчи выртĕ? (Юр çинче сивĕ чухне йăлтăртатса юр выртни). СПВВ. ПВ. Ĕнчĕ (?). Вопрос в оригинале. Каша. Ĕнчĕ ― дорогой камень, жемчуг. СПВВ. † Эпĕ каймăттăм пасара, ĕнчĕпе мерчен йыхăрат (зовет). Ч.П. Шурă Атăл тĕпĕ шурă ĕнчĕ, ăсайса илес-чĕ; ăскăç çук. Собр. † Чупрăм-антăм шыв хĕрне, çерçи валли вак касма, çерçи куçĕ ĕнчĕ куç, эпир каяс ача кăвак куç. || Перламутр. Н. Седяк. Ст. Чек. Ĕнчĕ, перламутр. Его наскобленным (хырса) порошком лечат глаза. Н. И. П. Ĕнчĕ тӳмме (пуговица) питĕ çутă пулат, шуррăн-кăвакăн курăнса тăрат. Ăна, хырса, ялхах (темная вода) илнĕ куçа яраççĕ. Н. Карм. Ĕнчĕ, перламутр; ĕнчĕ тӳме, перламутровая пуговица. Ст. Семенкино. Ĕнчĕ ― перламутр. Буин. Ĕнче (sic!), маленькая пуговица для рубашки. Стюх. Ĕнчĕ, перламутр. IЬ. Ĕнчĕ тӳмми, перламутровая пуговица. || «Бисер». Альш. Ĕнчĕ — бисер. IЬ. † Ĕнчĕ пушмак (вышитые бисером?) шур чăлха. Хурамал. Ĕнчĕ сарăрах пулать, пĕтĕм тенкĕрен çӳхерех пулать. IЬ. † Аслă шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур, тесе. Из этого и пред. примеров видно, что первоначальное значение слова в Н. Кармалах уже забыто.
ĕретсĕр
беспорядочный, неуместный. СПВВ. Ĕретсĕр, ĕретлĕ. Хыпар № 46, 1906. Шурă вырăн (пробелы) та, ăнланмалла мар шухăш та, ĕретсĕр сăмахсем те час-часах пулаççĕ. || Чересчур, весьма. Юрк. Ĕретсĕр нумай.
ĕслетсе йăкелте
науськивать. Орау. Пысăкки пĕчĕк ачисене йытта ĕслетсе йĕкĕлтенĕ пек: тытăр, тытăр! тесе, чакалантарать (заставляет копаться, чтобы схватить палку, в игре «хура туя»).
ĕшне
поляна. М. П. Петр. Ĕшне, поляна среди леса. Бугульм. † Хура вăрман касрăм, ĕшне турăм. Ядр. † Тонкăлтăк сасси (звон кутаса) ĕшнере, хура хĕр сасси хура пӳртре. Сунт. № 1, 28. Хитре ĕшне варринче тĕмĕ ларать сарăлса. Ч.П. Аслă ĕшнере ут çулаççĕ. А. П. Прокоп. † Ĕшне утисене çулăттăм, кăткă йăвисенчен хăратăп. Яргуньк. Çав вăрманта, пĕр хитре ĕшнере, хитре улмуççисампа хитре çырласам курчĕ, тет. Сунчел. Ĕшне-кăна, ĕшне сĕм вăрмантан тухаймарăм эпĕ çул çукран. Ялюха М. Аслă ĕшне, Çарăк ĕшни, назв. полян. Девлизерк. Ав çавăнта, ĕшнере, Алексантăр писсăр килнĕ те, çĕр çинчи пур кайăксене çырса, Москвана (т. е. Мускава) ярать. || Назв. леса. Макка 91°. Ĕшне тиекен вăрманта çырма пур.
явăн
(jавы̆н), виться; обвиваться. Йывăç явăнса ӳсет. Дерево растет завитушкой. Икково. Хăмла шăччă тăрăх явăнса çитĕнет. Алших. Хăмла шерте (шалçа) тăрăх явăнса ӳсет. Сл. Кузьм. I, 16. Вĕсен ĕçĕ кантăра пек явăнса пырать. У них дело идет как по маслу. К.-Кушки. Мăйне çĕлен явăннă (или: яваланнă). IЬ. Курăк йывăçа явăнат. Альш. † Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат: çĕмĕрт çеçки хăвана явăнат. Бурунд. † Çĕр çырлисем пиçеççĕ хĕрелсе, тĕрлĕрен пĕр курăка явăнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав. Чураль-к. Шучă тăрăх явăнакан хăмла путранки мар-и çав? Ура явса выртакан пирĕн варлисем мар-и çав? Н. Тим. † Явăна-явăна выртакан, пĕрлĕхен аври мар-и çав? Сред. Юм. Ирхĕне, вил-шыв (у др. сывлăм) укеччин, утă торттарсан, ȏ, явăнса, вĕрен пик пȏлса пырать (вьется как веревка). Юрк. † Хĕвел тухат, сарăлат, улма йывăç çине явăнат. || О пламени. ЧС. Çӳлте хĕм явăнать анчах — хĕп-хĕрлĕ, тастан (= таçтан) та курăнать пулĕ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [IЬ. Пушар йĕри-тавра çынсем явăнаççĕ анчах. Около пожара вьются люди]. Сред. Юм. Вăт (= вут) явăнать анчах. («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьется»). || О течении. ЧП. Хура шыв юхат явăнса. Янш.-Норв. † Шывĕ юхат явăнса, хумсем çапаççĕ хĕрнелле. А. П. Прокоп. † Атăлсем тухат (юхат?) явăнса. Дик. леб. 36. Акă тинĕс хумĕсем, ывăна пĕлмесĕр, пĕрин хыççăн пĕри явăна-явăна пынипе темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тип-тикĕс якатаççĕ. || Об облаках. Дик. леб. 40. Хура тăхлан тĕслĕ хăрушă хум пек пулса, вĕсем явăнса шуса пыраççĕ. IЬ. 56. Çӳлте явăнать хуп-хура пĕлĕт. Наверху вьется черная туча. || О пыли. Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явăнса. Пыль вьется. || О грязи. Сред. Юм. Çăмăр çуни халь те типмен, пыльчăк ȏрапана явăнса пырать (грязь навивается на колеса). ||О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.). ЧП. Хĕвелсем тухат явăнса. || О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны. Ст. Чек. Явăнса ӳсет ыраш (= вăйлă ӳсет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны. || Виться (о птицах и т. п.). Сказки и пред. чув. Ялĕсем çинче кайăк явăнать. Над их деревнями вьются птицы. Толст. III-IV, 122. Вăрăм-тунасем явăнса вĕçсе çӳреççĕ, сĕрлеççĕ. Комары вьются, летают и жужжат. N. Икĕ ангел, икĕ архангел вĕççе килеççĕ пирĕн чуншăн, явăнаççĕ пирĕн çылăхшăн. || Увиваться (с какою-либо целью). КС. Сир. 27. Кам ăслăлăх çурчĕ таврашĕнче явăнса çӳрет, çавă унăн çурчĕ çумне пăта çапса тĕреленет. Якейк. † Эпĕ лартас хĕр панче упа-кашкăр явăнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери). С. Хорчка пек явăнса çӳрет. Вьется как ястреб. Тоже и о животных. Якейк. † Пирĕн çол çийĕнче корак-çăхан явăнать, эпĕр лартас хĕр панче ялти ача явăнать. (Песня на масленице). КС. Курак-çăхан виле таврашĕнче явăнса çӳрет. Сновать (в переносн. зн.). Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явăнса ан çӳрĕр (не толпитесь). Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса явăнса, шăпăр кĕвви ташлатать.
явăç
(jавы̆с'), свиться; связаться; сдружиться; сходиться друг с другом. М. П. Петр. Хыпар № 15, 1906. Ачасем пурте пĕр-пĕринпе явăçса, пĕр-пĕрне чуп-туса: халăх хушшинче килĕшӳ пултăр, тесе, турра кĕл-тăва пуçларĕç. || Увиваться. КС. Паян çав виле (вил'э) панче кунĕпех çăхансам явăçаççĕ. || Привадиться. Зап. ВНО. Арман кутне йăтăсем явăçнă. К мельнице привадились собаки. Юрк. † Уй варринчи хурамана курак-çăхан явăçнă, явăçнă та сивĕнмест. (Свадеб. п.). Зап. ВНО. Кăвакарчăн явăçсан, çын пуять, теççĕ. Если привадятся (к дому) голуби, то человек разбогатеет. (Поверье). || Кишеть. Зап. ВНО. Ача-пăча ăçта кирлĕ, унта хурт-кăткă пек явăçать (кишат). || Болтаться, «тереться» около кого-нибудь, приставать к кому-л. Козм. Явăç, болтаться. Эсĕ ун çумăнче мĕн явăçса çӳретĕн? Что ты около него болтаешься? Смешаться (попав в число других вещей). Ст. Чек. Явăçса карĕ пулĕ. Вероятно, смешалось с другими вещами. IЬ. Явăçса (кайнă ĕçлеме) = пĕрлешсе, хутшăнса. IЬ. Явăçса кай çавсемпе пĕрлешсе кай. Об интимной связи. Хыпар № 30, 1906. Санăн арăму иртĕнет-мĕн, Евстигнейпа явăçнă (связалась), теççĕ, тет. Чебокс. Çав арăмпа явăççа çӳрет (путается) вăл. КС. Вăл çавăн арăм(ĕ) патне явăçнă (повадился, т. е. они «кусаççĕ»). Бгтр. Çав ывăлсенчен кĕçĕнни çав карчăкăн хĕрĕ патне явăçнă, тет те, кайран сивĕннĕ, тет. Младший из сыновей связался с дочерью той старухи, а потом охладел к ней. || «Путаться» с кем. Юрк. † Хура хĕрсемпе явăççа, хура-хутаç илсе хуплантăм. Путаясь с девушками-чернушками я замаялся покупать им рожки (плоды ceratonia siliqua).
явкалан
(jавгалан), учащ. ф. от гл. явкала, виться; увиваться; вертеться. Ст. Чек. Çĕлен явкаланса çӳрет. Змея извивается. Яргуньк. Хайхи çĕлен çĕвĕç мыйне(мăйне) явкаланса ларчĕ. А змея-то обвилась вокруг шеи портного. Ч.С. Унăн çилхи вăрăм, явкаланса çĕрех аннă-ччĕ. У нее (лошади) длинная грива, (которая), извиваясь, доходила до земли. N. Ун тымарĕсем чул куписем ăшне явкаланса кĕреççĕ. Корни его (растения), извиваясь, проходят в кучу камней. Орау. Вĕшле пек явкаланса çӳрет. Ердово. Ăçта пăх, пур енелле те, хура çĕлен пек хуралса юлнă çулсем явкаланса чăсăлса(= тăсăлса) выртаççĕ. Куда ни посмотришь, во все стороны тянутся, извиваясь, почерневшие дороги, точно черные змеи. ХЛБ. Ытла типĕ пулсан, муклашкасем явкаланса (sic!) пырса (катясь вместе с бороною?) ванмаççĕ. || Кривляться, кокетничать. || Идти переваливаясь (о длинном человеке). КС. Явкаланса пырать, идет вихляясь (гов. о верзиле), такого человека зовут явкаланчăк. IЬ. Явкаланса ут, идти переваливаясь (о длинном человеке). || Увиваться. Толст. Вăл чашкă таврашĕнче тек явкаланса çӳренĕ. Он все вертелся около блюда. || Вертеться около кого или чего-л. Сред. Юм. Ни ȏтаймас, ним тумас: ман ȏмра явкаланса пырать хăй. || Или где-либо (с какой-то целью). Якейк. Явкаланса çӳрет, тесе, пĕр-пĕр япала илесшĕн çын патне час-час пынине калаççĕ. IЬ. Çав тем явкаланса çӳрет конта, мĕн-те-полин кирлĕ полмалла мантан. Сред. Юм. Мĕн ман таврашра явкаланса çӳрен çак эсĕ пĕрех-май? Что ты все вертишься, (вьешься) около меня? IЬ. Пĕр-май ман таврашра явкаланса çӳрет. Постоянно вертится около меня. || Не сидеть покойно. Рак. Мĕн явкаланса ларан, тенкеле çĕмĕртĕн вĕт! Что ты вертишься, сломал ведь стул-то? || Якшаться, водиться. Ивановка. Хай шкула çӳре пуçласан, эпĕ пĕр-маях вырăс ачисемпе явкаланса çӳрерĕм, çавăнна пĕр хĕл каçнă çĕре чилаях вĕренкелерĕм. Как только я начал ходить в школу, то постоянно вертелся среди русских мальчиков, поэтому в течение зимы порядочно научился (говорить по-русски).
явлăк-тĕрри
назв. рисунка домотканого платка. К.-Кушки. Тата чăвашсем, çытсă пĕтнĕ вăхăтра, явлăк тĕртсе тăваччĕç, ĕлĕкхи сурпанĕсене сӳтсе. Явлăк тĕрри çакăн пек-чĕ: кумми 20 мăшăр шурă, 10 мăшăр хĕрлĕ, тата 10 мăшăр шурă, 20 мăшăр хĕрлĕ, тата 10 мăшăр шурă, 10 мăшăр хĕрлĕ, тата 10 мăшăр шурă, тата 2 мăшăр шурă, 2 мăшăр хĕрлĕ, тата 2 мăшăр хĕрлĕ, тата 10 мăшăр шурă; ураççи те çавăн пекех.
яклашка
(jаклашка), гладенький. Т. М. Матв. Ялта яклашка та, килте муклашка. В деревне — гладенький («держит фасон» и т. п.), а у себя дома чурбан-чурбаном. (или: ничего не имеет). Тюрл. Яклашка, гладкий. Хура лаша яклашка. Т. М. Матв. Якку, Якку яклашка, çирĕм пилĕк муклашка. Яков гладок, у него 25 шишек. (Насмешка над именем «Яков»). || Форсун(-нья). Шибач. Яклашка, франтоватый (капăртарах çӳрет). Ст. Айб. † Чипер аппа яклашки, арăм пулсан, ленчешки. СПВВ. ИФ. Яклашка е каçрашка ― çукрах çын пăртак чаплă çӳресен: ав вăл епле яклашка çӳрет, теççĕ. Когда бедный человек начинает одеваться франтовато, то про него говорят, что он ходит яклашка или каçрашка. || Т. Григорьев. Ялти яшка яклашка, килти яшка муклашка теççĕ (чужое приятно, а домашнее противно). || Насмешливое прозвище Якова. К-Кушки. † Хура шĕлепке Яклашка, хĕрсем енне сулăнат. || Ничего не имеющий. Хорачка. Н'им т┐э с'ок―ты̆к, jаклашка.
ял-ялĕнчи
находящийся в других селениях. Сенчук. † Ял-ялĕнчи, ай, арăмсем шурнă купăста, ай, çулçи пек; хамăр ялăн, ай, арăмсем шурă купăста, ай, пуçĕ пек. Ч.П. Ял ялĕнчи хĕрсем.
ялан
всегда, постоянно, все время. Юрк. Ялан пĕр манирлĕ тăрса. Б. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то никогда не будут бранить деревенские старики. Сала. † Çак хуçанăн хăни мĕншĕн шавлать? ― Ялан пылпала эрех ĕçнĕрен. Почему гости этого хозяина шумят? — Потому что все время пьют водку с медом. Регули 1536. Вăл ĕлĕк ялан онта çӳрет-чĕ. Раньше он постоянно туда ходил. КС. Ялан çияла тухса пырать. Все время берет верх (в споре). Изамб. Т. Сана миçе каланă: тапак ап турт, тесе; эсĕ ялан туртатăн. Сколько раз говорили тебе: «не кури табак», а ты все (время) куришь. Утар. Ĕнесене яланах вара йăтса тăратрăмăр (поднимали), тăраймарĕç пурте (не могли вставать, от болезни). || Всё (т. е. все время). N. Илмелле те, ялан манап. Надо взять, но я все забываю; все каждый раз забываю. Орау. Ялан ĕçкелесе çӳреймĕн çав ĕнтĕ. Не всё же будешь пьянствовать. Юрк. Пупĕ, вăтанса, хăни умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр (пулас маршăн), ялан ыйтасса анчах пĕлет: манăн балыка кӳрсе парăр, тет. || В песнях иногда употребляется только для заполнения стиха. Макс. Чăв. К. I, 68. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ялан ырă аттеçĕм! N. † Аттеçĕм, аттеçĕм, ялан ырă аттеçĕм! Альш. † Ăйхусем килсен, вырт та çывăр, ялан тăрăх саккăн тăршшĕне. А. П. Прокоп. † Хучĕсем шурă, çыру хура, ялан писсăр-тияк аллинче. Мусир. † Çуллен хăта килменнине кăçал хăта килчĕ те, ялан парас, терĕр пуль. Сала. † Ухрăм çӳлĕ ту çине, ялан мерчен суйларăм. Хыпар № 36, 1906. Удельныйĕн хыçĕнче ялан удел капанĕ. || Иногда служит для выражения недостающего многократного вида глаголов.
ялккас калпак
то же, что ялккас? Синьял. Хура çĕлен тирĕнчен ялккас калпак çĕлетрĕм. IЬ. † Ялккас калпак тăхăнсан, мен-ма шукĕл темеççĕ-ши?
ялман
назв. какого-то дикого животного Н. Седяк. Ялман — кайăк; çĕр шăтăкĕнче пурăнать, (шурă) питĕ шеп пулать; ăна никам та тытаймасть, ал туйипе персе, амантса анчах тытаççĕ; çак енлĕкĕн (кайăкăн) хӳрине тин çуралнă тихана амăш чĕччине ĕмеччен (хыпаччен) хыптарсан, вара лаша ялман пек шеп пулать, теççĕ. N. Ялман тирне сӳсе сутаççĕ. Хура, кушак пек, хирте шăтăкра пурăнать.
ялхав
(jалhав), какое-то синеватое (кăвак-сĕмлĕ) новообразование на глазу, напр., вследствие попавшей соринки. Пухтел. Юрк. Пăхăсăн, тӳрлетес вырăнне шурă илтерсе ярат, е ялхав сырат.
ян
(jан), подр. далеко раздающемуся звону или гулу. Хурамал. Янтăракан япалана çапсассăн: ян! туса кайрĕ, теççĕ. N. Чăпар куккук сасси вăрманта янах каять. Ч.П. Икĕ куккук авăтат, аслă улăха ян ярат. Баран. 85. Çеçен хир ян каять. Ир. Сывл. 5. Кĕвве туртса яв! ярса, ĕçе васкарĕ çĕн вăйпа. Сунчел. † Эпĕ килетĕп асăнса, шăнкăрав пак сассăмпа аслă урама ян ярса. Альш. Вăрмана ян çураççĕ (оглашают, шапасем). КС. † Ярăслав хĕрĕ çамрăк хĕр, сасси унăн ян илтĕнет. (Перевод «Плача Ярославны»). Турх. Тăри сасси çӳлте ян-ян каять. IЬ. Унăн сасси (его вой) вăрмана ян кайнă. Ч.К. Хула пек çурчĕсем (их дом) ян янăрарĕ (от свиста). Сказки и пред. чув. 68. Кайăк юрри, çын сасси ян-ян ярать таврана. Собр. Хăни килет мăшрипе (мăшăрĕпе), аслă пӳрте ян ярат. Ч.П. Килет, ларать, юрă юрлать, хуралтă тăррине ян ярать (курак). Пазух. Сатра шăпчăк ян ярать; вăл сирĕншĕн юрламасть; тепĕр шăпчăка йăхăрса, хытăран хытă юрлать вăл. N. † Курак килет мăшăрпе; йăва çине ларсан, аслă яла ян ярать. Ау 242°. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ч.П. Мерчен куçлă куккук авăтнипе хура вăрман çине ян каять (ясно, отчетливо отдается). Так и у КС. Ясный (о погоде). Беляева. Янах (ян+ах) уяр, См. янкăр, шанкăр.
янавар
(jанавар), животное (перс.). СПВВ. Чĕлхесĕр янавар ― калаçайман япала, выльăхсем. СПВВ. Х. Янавар ― бессловесное, жалкое животное. Сборн. по мед. Хура халăх янавар чирĕсенчен сыхланма пĕлмест. IЬ. Вара хура халăх янавар чирĕсенчен сыхланма е вĕсенчен сывалма меслетсем пĕлмен пирки, вĕсем çинчен вĕреннĕ ăслă çынсенчен мĕн тумаллине канаш ыйтса пĕлме хăранă пирки темĕн чухлĕ вилет. || Лошадь. Хурамал. Лашана йывăр çăк турттарнă чух: янавар! туртать вĕт, теççĕ. Альших. † Сакăр шăллă çунаçăм сакăлтана ямин-ччĕ, тăват уралă янавар тăваяккине ямин-ччĕ. Бурунд. † Сакăр шăллă çуна сакăлтана ямин-ччĕ; тăватă уралă янавар ту аяккине ямин-ччĕ. К.-Кушки. † Тăват уралă янавар (лошадь) тăваяккине ямин-ччĕ. Чертаг. Эй, янавар! Лайăх выльăха сурăм-çирăм, сана, янавара, лайăх полтăр. (О хорошей скотине). То же знач. и в Якейк. IЬ. Эй янавар! çӳресе ус куртăмăр! (о хорошей скотине). Н. Шинкус. Эй турă, уя кӳлсе тухнă ака çăмăл пултăр, янаварсене (акана кӳлнĕ лашасене) хăватне пар, турă! Тюрл. Эх, чĕлхесĕр янавар (лошадь)! веç она çапса пĕтернĕ; чĕлхи çок вĕт он калаçма! Шибач. Лайăх лашасене ыр янавар тетпĕр. Изамб. Т. Лаша, мана курсан, кĕçенсе ячĕ. Чĕлхесĕр янавар, паллат пулат çав! Хорачка. Хӧ̌ђэ̆м ут-ты̆к: аj jанавар! тӓччэ̆ она. Дик. леб. 32. Чĕлхесĕр янаварсем. || Выражает сожаленне. Ст. Чек. Шеллесе калаçат: янаварăм! янаварăм! (Обращение к человеку и животному). СПВВ. ВА. Янавар = мĕскĕн, бедный. Стюх. Эй янавар! Ах бедняжка! Во время пахания плугом перед началом говорят: «Шăрт кас, тĕрен хăпарт, янавара хăват пар». Ч.С. Вилсе кайрĕ авă, пирте ыррăн çулталăк та пурăнаймарĕ, янавар! Питушк. Янавара ан çап, вăл чĕлхесĕр япала. IЬ. Эй янавар, мĕскĕн (çынна калаççĕ). Ядр. † Алтăр туллиаштуртрăм, чикан пычĕ чӳлĕк туртрĕ; янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçть. || Глупый. Я. Турх. Янавар, глупый. || М. П. Петр. Янавар — слабосильный. || Славная вещь. Шибач.
янăрт
то же, что янăрат, наполнять шумом, звоном, звуком; шуметь. N. † Хăта пахчи пысăк пахча, шупчăк (= шăпчăк) юрлат — янăртат. Сред. Юм. Паçăр пырса кĕчĕ вăрмана пĕр ȏшкăн хĕр-арăм та, пĕтĕм вăрманĕпех йȏрра янăртаççĕ анчах. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янăртать (Эхо направляется в лес). Ч.С. Лаша кӳлсе, хăнкрав çакса, масар çине вилĕсене асăнма янăртса каяççĕ (едут с шумом). Изамб. Т. Усем (они) каçхине ял тăрăх янăртса юрласа çӳреççĕ. Тюрл. Янăртса ларать (на волынке). || Петь. М. Васильев. Янăрт ĕнтĕ, пичей! тет. Тайба. † Савни анать шыв хĕрне, сассипеле янăртса. Сред. Юм. Пахчана тȏхса ларнă та, çĕр çĕмĕрсе йȏрра янăртса лараççĕ. || Звездануть (сильно ударить). Сред. Юм. Янăртса яр (звездани). «Означает сильный удар по уху». IЬ. Холха-чиккинчен янăртса ячĕ. («Звук при ударе по уху»). Нюш-к. Янăртса ил, ударить (по лицу).
янăра
(jаны̆ра), звенеть. Баран. 85. Кĕмĕл чанкăртатнă пек сасси (лебедя) янăраса тăрать. Чĕлкаш. 8. Якăр сăнчăрĕсем янăрани... Ст. Чек. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе пĕтĕм хура вăрман, ай, янăрат (звенит). N. Янаракан сасă, звонкий голос. || Пустовать. СТИК. Сирĕн çĕнĕ пӳртĕрте кам пурăнат? — Вăл пирĕн янăраса ларат-ха. Кто живет в вашем новом доме? — Он у нас пока пустует. Богдашк. † Кукки (кукушка) вĕççе кайсассăн, йĕлме йывыçĕ янăрать. Когда кукушка улетит с ильмы, она пустует. См. кукă.
янкар
(jаҥгар), мгла (летом). Писмянка. Паян янкар пит шеп кĕйтерет. Тюрл. Янкар çăвать (облаков нет, мгла; предметы чернеют; янкар çусан, тырă-полă та хытать). СПВВ. КЕ. Уяр чухне сĕрĕм пек çанталăк кăвакарса тăрать; вăл тырра ӳсме памасть, теççĕ. IЬ. Тырă вырнă чухне çăнăх пек алла çыпăçать те, пĕтĕм çуркалантарса ярать, çавна янкар тесе калаççĕ. Янтик. Янкар тесе, кĕр-кунне, юлашки тырăсем вырнă вăхăтра, вĕтĕ (пĕрĕхсе) çăваканскере калаççĕ. Йĕпетессе пĕре те йĕпетмест, анчах янкар çусан, тырă вырнă чухне умра тусан пек вĕçсе пырать, куçа йӳçтет, сăмсана тулать. Тата янкар тырра пултарать, теççĕ. — Янкар çунă пуль, тырă шатăрах пулнă, теççĕ. СПВВ. ФВ. Янкар — çăмăр пекех çăват; вăл çусан пĕтĕм тырра хуратса ярат. СПВВ. Т. Янкар тырă çинче пулать, хура-тулă вырнă чухне çурла та, алă та хуралса каять. СПВВ. ИА. Хăш çул тырăсем çине янкар çăвать. Требн. Янкар ӳкесрен, çил-тăвăлтан, пур тĕрлĕ усалтан сыхласа усра. || Гнилушка. В. Олг. Янкар, гнилушка. СПВВ. Янкар — йывăç çĕрĕкĕ. СПВВ. ТА. Янкар — тунката вырăнĕнчи çемçе çĕр. СПВВ. МС. Янкар ― юман çĕрсен, ăшĕнчен ванса тăкăнат. Якейк. Йоман варĕнчи çĕрĕк; йĕри-тавра çирĕн, çĕрмен сăй, варĕнче çĕрĕк; янкар сарă (желтый) полать.
япала
(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.
япсар
неизв. слово в заумной песне. Собр. † Вăрман хĕрри япсари, япсар утти, семсер утти, хура хĕр утти маттурри.
яр
(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.
яра пар
, выражает сильное или безостановочное действие; часто соответствует русскому валять, вваливать. К.-Кушки. Эпе ухута каяс тетĕп-ха! — Яра пар, мĕн-те-пулса тытса килеймĕн-и. Сред. Юм. Яра пар, не останавливайся, делай усиленно. N. Упăшки пăшалне (свое) тыткаланă майпа, авăрла(са), арăмин тусне (в любовника жены) яра пачĕ (выпалил), тет. Шурăм-п. № 22. Ача-пăчасем пĕренесем çине пынă та, юрра яра панă. НАК. Пăшала çурăм хыçĕнчен илтĕм те, кĕлте çыххине яра патăм. Я снял с плеча ружье и бацнул по свяслу. Питушк. Тотарла та яра парать (валяет, т. е. говорит без затруднения). Ала 56°. Эпĕ нимĕскер пĕлмесĕр (как безумный) мĕн пур вăйăмпа кăшкăрса яра патăм. Альш. Каччи ку хĕре çĕçĕпе яра парать (как пырнет), тет, сĕтел хушшинченех (будучи за столом). Хыпар № 29, 1906. Ку хăйĕн хăнчăр куçĕпе умĕнче çынпа шуйттан чупса пынине те уйăрайман; чупса çитнĕ те, аякран сенĕкпе яра панă. Источник благосл. бож. Сасартăк таçтан, вăрман хыçĕнчен, хура çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ те, çумăр яра пачĕ (как польёт!). N. Яра парчĕ (= пачĕ) пуç çинчен хăй аллинчи шывпала. Б. Яныши. Эпир унта ларнă чухне, çумăр яра парчĕ. Хыпар № 25, 1906. Хура халăх пулмасан, канса выртĕччĕç выçăхса! Пăхăсăн, пурăнаççĕ улпутсем, хуçасем, хырăм(ĕ)сене яра панă! Торп-к. Хай улпут ывăлĕ калат, тет: çав кĕнекене кайса вула, тесе. Хай хĕр каþ, тет те, кĕнекене вуласа яра пачĕ, тет. (Она принималась читать три раза и все не могла, в последний же раз смогла). Ст. Айб. Хĕрĕх аршăнлă пусса мулкача яра пачĕ, тет (как столкнет!). N. Лашасене мĕн пынă таран яра патăмăр (пустили во всю). Качал. Йăванăн халĕ аслă хĕрĕпе кĕтӳ пăхмала; Йăван тухрĕ те, яра пачĕ ĕнесене сĕт кӳлле (как пустит!). Альш. Ку ача çапла каланине илтет те, яра парать (как запустит!) кусем патне сĕтел çине хăйра чулĕпе. Сред. Юм. Яра пар та, иле пар, йȏлашкине хамăра пар. (Говорят; если усиленно принимаются за дело, или когда катаются). Вотлан. Тăмана патне карăм та, çӳçне-пуçне яра пан (legе: панă), ĕçни-çини çав пулчĕ. Юрк. Лешĕ урине салтам пек пулса (у др. туса), пĕшкĕннĕ те, кăна, кĕпер решетки çинче ларса тăракана, икĕ уринчен çĕклесе, кĕпер решетки урлă, пуç-хĕрлĕ аялалла яра парат (столкнул его вверх-тормашками через перила моста). Т. VII. Ăна ямăшкийĕ сисрĕ, тет те, чышкипеле çăвар урлă ячĕ («дал по зубам»), тет те, лашине яра пачĕ, тет. Кан. 1927, № 212. Эх, ну, яра пар, ярапине пире пар!
яр-шурă
совершенно белый. М. П. Петр. Кĕпе çухавине хăюсем тытаччен (чем обшивать), яр-шурă тусан, лайăхрах пулĕ.
ярапа
(jараба), кисточка (украшение), напр., на шлее, на платке. М. П. Петр. Ярапа — украшение к поясу, привески к поясу, к хушпу, к ожерелью и т. п. М. Тув. Ярапа, кисточка из ремня (из порçăн, шелку и пр.). N. Ярапа —кисточка, унизанная бисером. Зап. ВНО. Ярапа ― кисточка; монета, подвешенная на ниточке с бисером. IЬ. Лаши тавра ярапа-çех. IЬ. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа-çех. IЬ. Ун хушпи (= хушпăвĕ) йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. IЬ. Тухья ярапи пулать. N. Лаши тавра çара ярапа-çеç. N. Ярапа — кисточка из ремня. Никит. † Çитти пултăр чĕнтĕрлĕ, чĕнтĕр пултăр ярапалă Ст. Дув. † Хура шлепкен таврашне вуникĕ ярапа яртартăм. Зап. ВНО. Ярапа-шерепе. См. шерепе. Микушк. † Пурçăн пиçиххи ултă ярапа; пĕр салтатăр, тăван, пĕр çыхатăр. Ст. Чек. Ярапа янă. Ст. Шаймурз. Хура шаль туттăрăн ярапине. КС. Кутлăх ярапи (кисти), пиçиххи ярапи, йĕвен ярапи (антăрлăх ярапи). Альш. Унăн (у нее) аялалла ярапанăн-ярапанăн каллах шăрçа усăнса тăрать.
ярах-вичĕ
назв. раст. Сред. Юм. Ярах-вичĕ, уйра ӳсекен хура çырлаллă, шур чечеклĕ, лапка çӳлĕçлĕ пулакан курăк. Срв. русск. ерофей (verbascum nigrum), ерофеич.
ярăм
(jары̆м), полоса; полосатый. Букв. 1886. Ярăм, полоса, прядь. Байгл. † Ярăм-ярăм ярапай ярăнтарса пулмĕ-ши? Çакă пӳртри халăхсе тĕлĕнтерсе пулмĕ-ши? (Хĕр сăри такмакĕ). Б. Олг. Ай-ай лайăх йĕмлĕх, ярăмăн-ярăмăн хора тăла пор! Чума. Вилес умĕн çыннăн пĕтĕм ӳчĕ ярăмăн-ярăмăн хуп-хура хуралса каять. Перед смертью у человека все тело покрывается черными-пречерными полосами. || Снизка, гирлянда, плетеница бус, ягод и пр. М. П. Петр. Б. Олг. Тенкĕрен ярнă ярăм. Чăв. юм. Йĕм-ешĕл (= ем-ешĕл) турачĕсем, ярăмăн-ярăмăн усăнса, ăшă çилпе хумханса тăраççĕ. КС. Пĕр ярăм шăрçа илтĕм (çип çине тирсе хунă шăрçана калаççĕ). Зап. ВНО. Эпĕ мăй-çыххи тирме ик ярăм шăрçа илтĕм. Ч.П. Ярăм-ярăм шур шăрçа (снизками). Сала 252. † Ярăмĕ-ярăмĕ ылттăн шăрçи чĕсĕ (sic!) каяссăн туйăнайрать; пирĕн пичче хĕрĕ сая каяссăн туйăнайрать. Юрк. Ярăм (шăрçа). Килд. † Симĕс шăрçа ярăмне юсалăха тиеççĕ. Ст. Чек. Ярăм, кисть. Кр. Чет. † Çакă Чотай хĕрĕсен хорт-пуççи пак пыти пор, ярăм-ярăм (кистями) шăрки пор. || Ст. Янаш. Пĕр ярăм çип, более или менее длинная нитка (аршина до 11/2), || В одной брошюре употребл. в см. шага. Этем йăх еп. пуçл. кай. Çӳреме (= çӳрессе) ярăмăн утса мар, сиккелесе çӳреççĕ. Они (лемуры) ходят не шагами, а прыжками. [В др. гов. могли бы сказать: çӳрессе ярса пусса çӳремеççĕ (или: утăмласа çӳремеççĕ), сиккелесе анчах çӳреççĕ].
ярăн
(jары̆н), катиться (с горы), качаться (на качели или на волнах); скатиться. Т. П. Тимĕр така ту ярăнать. [Хăй (= хăйă) чĕлни]. Вир-ял. † Улача кĕпе, ука çуха, ярăнчĕ-анчĕ (соскользнула) шыв çине. Сала. † Улăхрăм çӳлĕ эп ту çине, ярăнса антăм (скатился) Самарăн шывĕ çине. Якейк. Атисам пасара кайнă, катаччи ярăнса илтĕм. Родители отправились на базар, я покатался (на лошади). Сред. Юм. Ярнас: ту çинчен; сăрт çинчен; çакса янă вĕрен тăрăх. КС. Пĕр каска шывра ярăнса (качаясь) юхса пырать. Коракыш. † Çинче çырма çичĕ кукăр, ярăнса юхма ирĕк çук пулчĕ. Б.-Янгильд. Пăр çинче ярăнни. Катанье на льду. Якейк. Кӳлĕ çине кайса, кĕт ярнса килтĕмĕр (покатались). Кошки. Манкăлтăкĕ урамра çунапа ярăннă. Ала 90°. Е тата пăр çинче ачасемпе пĕрле, çара-урайĕнех чупа-чупа пырса, ярăна-ярăна каяччĕ. N. Ярăнаççĕ ту çинчен. Катаются с горы. Йӳç. такăнт. 18. Эпĕ вĕçтеретĕп ярăнма (бегу кататься). Т.К. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, ярăнса антăм (скатился) мерчен лавккине. (Хĕр йĕрри). Кан. 1927, № 220. Питĕ пысăк чул купи ярăнса анас патнех çитнĕ. || Пуститься (напр., в бег). Хурамал. Сасартăках арăслан сик-тух та, пăлан хыççĕн ( =хыççăн) ярăна пар. N. Тилли: эй, конта лат мар, кив çăкăр-тăвара манаççĕ çав, терĕ, тет те, вăрманалла ярăна пачĕ, тет. Собр. † Вунікĕ хĕр пĕр матка ярнайраççĕ (идут плавной походкой, с изв. скоростью) пасара. || Перескочить (длинным прыжком). КС. Кашкăр пек ярăна патăмăр. Мы перескочили через загородь как волки. IЬ. Лаша карта урлă ярна пачĕ (или: пĕреçех ярăнтарчĕ, перескочила одним прыжком). || Заливаться, петь долго, протяжно, с увлечением. Хурамал. † Шăпчăк авăтать ярăнса хăяхпалан хăмăш хушшинче. Н. Лебеж. † Шурă автан, ай, ярăнса авăтать. Юрк. † Шап-шурă хурăн турачĕ çинче ярăна-ярăна вăл авăтат (протяжно, но с перерывами). Пазух. Паштак вăрман варринче, ылттăн юман тăрринче, куккук ярăнса авăтать. Ст. Чек. Ярăнса юрла. Петь, вытянув шею (птица; очень сомн.). || Увлекаться. Выляма ан ярăнăр. Не увлекайтесь играми? (Из письма). Посл. 186,8. Тӳрĕ кăмăллă, иккĕлĕ калаçман, эрехе ярăнман... çынсем. Исп. Вăйя ярăнмарăн-и? (ермерĕн-и?). Не увлекался ли играми? Сред. Юм. Кăçта ȏ кăçал, ытла вăйя пит ярăннă. Так говорят, если достаточно большой мальчик не работает. Янш.-Норв. Ярăнса юрлать. Поет с увлечением и наслаждением. || Плавать, двигаться плавно. Тяптя. Пăкăр (= пăхăр) çăлта пăкăр курка ярăнса çӳрет, тет. В медном колодце плавает медный ковш. Шурăм-п. № 19. Шӳрпи çинче çу ярăнса çӳрет, вăл та апат тутине нумай кӳрет. В супе плавает сверху жир, и он придает большой вкус еде. Сир. 116. Çăмăл ким шыв çинче ярăнса пынă пек. Как легкая лодка плывет по воде. Сказки и пред. чув. 19. Уйăх мĕлки пашалу пек кӳлĕ тăрăх ярăнать. Якейк. Полăсам пĕвере ярăнса çӳреççĕ (плавными движениями двигаются вперед). IЬ. Вăл ярăнса отса карĕ. Он зашагал широкими шагами. Макка 41. † Ах, тантăшçăм, тантăшçăм! ярнайраттăн-килеттĕн. Сред. Юм. Хорчăка ярăнса çӳрет. Ястреб летает плавно. Сказки и пред. чув. 24. Вĕри-çĕлен вĕçтерет, сывлăш тăрăх ярăнса. Дик. леб. Акăшсем сасартăк калама çук хăвăрт аялалла ярăнса (плавно) ана пуçларĕç. Баран. 14. Аякри тăвăн хĕрринчен, ăмăрт кайăк çĕкленсе, вĕçсе килет ярăнса (парит). Собр. † Ярăнса-ярăнса юртакан, хăйте чуптар кĕсре тьыхисем (scr. тихисем). Сир. ХLIII, 15. Вĕçен-кайăк пек пĕлĕтсем ярăнса тухаççĕ («вылетают»). По толкованию Янш.-Норв. это значило бы: «выплывают полосой»). || Пускаться в рост. Беседа о земл. Çамрăкла кирек мĕнле выльăх та пĕве ярăнать (хывать). Сала 252°. † Пирĕн атте хĕрĕне (= хĕрне) ярăнса ӳсме ирĕк çук. С. Тим. † Кăчухнехи çамрăк ачасене ярăнса ӳсме ирĕк çук. Шишкин. † Йотри каччи, хора ачи, тĕксе яма полмарĕ; ярăнса ӳсес чох тытрĕç пачĕç качча. Хурамал. Пĕчĕкçĕ пĕр пуççăм, çамрăк чунçăм, ярăнайса (свободно, без препятствий) ӳссе те пулмарĕ. Н. Байгул. † Кил-карти варĕнче хурăна ярăнса ӳсме ирĕк çук. А. П. Прокоп. Ылттăнпалан кĕмĕл, ай, айĕнче ман çамрăк пуç ӳсет ярăнса. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух, хаяр куçпа ан пăхăр. || Размахиваться. Изамб. Т. Усем вара пурте ярăнса утă çулаççĕ. Потом все они косят сено, размахиваясь. Урмай. † Вăрăм варта вăрăм хĕр ярна-ярна (= ярăна-ярăна) ут çулат. Якейк. Ярăнса çолса пырать (-пусăккăн кастарса, хытă çолса пырать). || О крупных шагах. КС. Ярăнса ут, шагать крупным шагом. || О плавной, равномерной походке. Ау 160°. Ах, йăмăкçăм (çавă пур), ярăнса утса пынă чух, ярăм шăрçанăн курна(т)тăн. Ч.П. Якур килет ярăнса, Мертлĕ хĕрне хĕрĕнсе. || Издавать особый долгий звук — чăрр (ч'ŏрр); гов. о «горле». КС. Пыр ярăнать ― в горле особый долгий звук: чăрр. IЬ. Пыр ярăн чĕ, сăра ĕçмелле пулĕ, теççĕ. Козм. Пыр ярăнсă кайсан: сăрана ку ĕнтĕ, теççĕ (предвещает выпивку). Н. Чукал. Пыр ярăнсан, е сăра, е эрех ĕçмелле пулат, теççĕ. Сказки и пред. чув. 73. Ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. || Увлекаться делом. Кошки. † Ярăнса çӳçме тураттăм (погрузившись в это дело). || Гулять на приволье. Юрк. † Ялăм, ялăм янтав пек; ыррăн ярăнса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. || Привеситься. Юрк. † Ылттăн алка пулăтăм (= пулăттăм), анне хăлхине ярăнăтăм.
ярт
(jарт), подр. короткому прямому движению. СТИК. Çап-çутă пăр çинче ура ярт шуса карĕ (скользнула быстро и коротко) те, лап персе антăм. СТИК. Лашана пушăпа шарт çапрăм та, ярт шăрса (короткою струею) ячĕ. IЬ. Ярт юхса тухрĕ (брызнула одна струя). || Подр. прямизне (первоначально — подр. яркой линии). Альш. Унтан тата тепĕри ял урлă пĕр хĕрринчен тепĕр хĕрринех ярт тӳрĕ тухса каят (тăкăрлăк). N. Ял урамĕ ярт выртат (= тӳп-тӳрĕ), куç çути тӳрех ӳкет. N. Вăрманта пручак ярт выртать(пăхсассăн). IЬ. Ярт тăсăлса выртнă. Во всю длину растянулся. КС. Ура ярт шуса карĕ (короткое движение). IЬ. Ана тăрăх ярт тăрăшпех (по всей длине) отса тохрăм та, пȏр çĕрти те пĕр пик аван ырашĕ. Микушк. Тата хапха урлă пиçиххи ывăтаççĕ, камăн яртах (прямо) чăсăлса выртăть, çавă вилет, теççĕ. (Гаданье). Хурамал. Ярт! чăсăлса çывăрать (урисене чăсса çывăрать). СТИК. Çĕлен ярт тăсăлса выртнă (тӳп-тӳрĕ тăсăлса выртат; выражает не звук, а прямоту предмета). || Подр. ясному выделению. Лашман. † Пирĕн савни таçтан палла, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. Бугульм. † Шинлă урапа йĕрсем таçтан паллă, ăслă çулсем çинче ярт выртать. Пирĕн тăвансем таçтан паллă, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. || Подр. широкой рыси. Собр. Хура лаша ярт, ярт, икĕ турти шарт, шарт. (Шыв юхни). || Метаф. N. † Пирĕн ялăн ачисем урам тăрăх ярт, ярт, ярт! (бегают, шляются). || Подр. поносу. || Беспрерывно. Сред. Юм. Çак ачапчасĕмпе тĕпĕртетсе, никçан та (постоянно) ларса ярт (в д. Беляевой — яр-уççăн) ĕçлемелле мар вит. Возясь (валандаясь) с этой ребятней, никогда не поработаешь без перерыва, без помехи. || Одиночкой, без других предметов вокруг себя. М. П. Петр. Ярт пӳрт анчах ларать, урăх нимĕн те çук.
яртлат
бежать крупными и легкими шагами, без скачков. КС. Ятлатса юртакан лашан чуппи ӳсĕмлĕ («крупные и легкие шаги»). Тет. † Ĕнтĕ аслă çул хĕррипе тилĕ яртлатать, аслă вăрман çаппи, ай, шартлатать. Ч.П. Хирте шур кайăк яртлатать. СТИК. Йытă урампа яртлатса пырат (выражает характер бега собаки). Анчăк чуппи лаша чуппи пек те, çын чуппи пек те мар. Вăл темле çепĕç, ярăнса, ярăнса чупса пырат. Н. Изамб. † Сăрт хĕррипе тилĕ яртлатат, хура вăрман çаппи шартлатат. Собр. † Çеçен хирте тилĕ яртлата. М. П. Петр. «Яртлат — идти широко, свободно». IЬ. Лаша, ват лаша пекех яртлатса, сӳрене туртса пынă. (Чăрсăр тиха). || Шляться? Ст. Чек. Яртлатса çӳрерĕ.
ят
(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. IЬ. Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. IЬ. Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. IЬ. † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. IЬ. Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. IЬ. Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. IЬ. Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).
яш
(jаш), стройный; стройно. Якейк. Пирĕн анкартинче пĕр яш кайнă хурăн пур. Сред. Юм. Аслă çул хĕрĕнчи яш хурăн, тĕнĕл пуç лекмен кун иртмест. Чăв. юм. 1924, 56. Мăн çул çинче яш хурăнсем илемленсе лараççĕ. Юрк. † Çтĕлте авăтат çав кукку? Çирĕк хыçĕнче, яш хырлăхра. IЬ. † Яш хура вăрманта вуникĕ кукку, вуниккĕш те харăс авăтсан, яш хура вăрман янăрайĕ. Кĕвĕсем. Йăвăçсем кайрĕç яш ӳссе. Собр. Яш пĕве кайнă чухне, ватта ятран каламарăм (так как называть стариков по имени считается предосудительным). || СТИК. Яш хулă, тонкий, гибкий прут.
яштай
(jаштаj), стройный, высокий, тонкий. Рак. Пĕр яштай сар ача çӳреччĕ паян, те Пӳркел ачи пулчĕ. Альш. † Хура вăрман сайхахне (scr. хайхахне) суйларăмăр яштайне.
яштака
(jаштага), стройный, прямой и высокий. См. яшта, яштай, яштак. Шел. 127. Яштака, тӳрĕ, хитре ăвăссем (стройные осины). Хорачка. jаштага—тӧр, с'ӳђӓ. Шибач. Ай, яштака (тӳрĕ, хитре) çитĕнсе кайнă! IЬ. Яштака çын = вăрăм, хитре çын. IЬ. Яштака хорăн. Ир. Сывл. 9. Яштака хырсем... шăрантараççĕ хăйсен кĕввине (льют свою мелодию). СПВВ. ТМ. Тӳрĕ пĕр туратсăр вăрăм йăвăççа яштака йăвăç, теççĕ; çӳлĕ çынна та яштака теççĕ. Сорм-Вар. † Яш ĕмĕр яштака, яштах иртсе каймин-ччĕ. А. Турх. (Ăтăр) чиркасран яштакарах. Ч.П. Çӳçĕ те хура, пĕвĕ те яштака. Хурамал. Вăрман варринчи йывăç яштака пулать (= туратсăр пулать те, вăрăм пулать). Ердово. † Çĕмĕрт холли яштака; яштак холли авсассăн та хоçăлмаç, амасассăн та хоçăлмаç. || М. П. Петр. «Яштака ― представительный, величавый».
евит
(jэвит, йэвит'), заявление. Бугульм. † Чĕкĕнтĕр акрăм пахчана, евит пултăр сутнике; хура халăха йĕртнĕшĕн, çылăх пултăр тӳрене. Упа. Кушелте икĕ пин тенкĕ укçа пур-чĕ, тесе, евит тунă. Сделал заявление о том, что в сумке у него было 2000 руб. Сала 317°. Часрах старăстăна, кайса, евит турĕ (сделал заявленпе), тет. Пазух. † Арпус акрăм пахчана, евит пултăр патшана; вылярăмăр култăмăр, евит пултăр ваттине. Ст. Айб. † Арпус акрăм пахчана, евит пултăр патшана; вылярăмăр-култăмăр, евит пултăр халăха. Юрк. Пилет таврашĕ-мĕн пулсан, ăна ыйтса илсе, полицие евит тăваççĕ. Изамб. Т. Исампаль чăвашĕсем: тутарсемпе тавлашса çăвар тути ярас мар, тесе, тӳрех евит тума кантура кайнă. Сред. Юм. Салтакран тавăрансан, кайса, евит тăваççĕ. Сенг. Ӳретнике, кайса, евит тунă.
Еккĕм
личн. хр. имя мужч., Аким. Демид. Торп-к. (Сала 235). Еккĕм е-ке-кек, хура чăххи ка-ка-как, кача мăйри (= мăйраки) шак-шак-шак.
енелле
(jэн'эл'л'э), по направлению в сторону от... В лит. языке ― еннелле, но одно н не произн. Шурăм-п. № 19. Унашкал тутлă апат пирĕн енелле анчах пĕçереççĕ пулĕ, тетĕп. Думаю, что такое вкусное кушанье варят только в нашей стороне. Сала 106. † Хура вăрман ăшне путек ятăм, хăш енелле кайнине пĕлмерĕм. Турх. † Çӳлти пĕлĕт енелле ырă ĕçкĕ тăвĕçĕ.
епле
(jэпл'э), как, каков, какой. N. Этем епли ачи-пăчи çинче палăрать. На детях видно, каков человек (о человеке можно судить по его детям). Сл. Кузьм. 75. Ху кам иккенне пĕлтерес тесен, юлташусем камне кала, вара эпĕ эсĕ еплине пĕлеп (я узнаю, каков ты). Беседа чув. 4. Епле хĕнетпĕр-ха? — Ăçта? Вара пушăсăр çула тухас тетĕн-и-мĕн? Альш. Ĕç, ĕç! Епле вăл, ĕçмесен? Апла эсĕ пире хăнана чĕнместĕн. Пей, пей! Как это не пить? Этак ты нас и в гости не позовешь. Етрух. Вăл: акă епле тасататăп, тет, пур чир-чĕре кил-ăш-чиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен! Макка 139°. Юрăсене пусма пулнă-чĕ, вĕсене пусĕç-ши? епле пек? Песни обещали напечатать. Как тебе кажется, напечатают ли их? Орау. Çакăнтан ӳксен, вилмелле-и? (или: кунтан ӳксен, вилĕн-ши? — Епле ӳкен вĕт! А что, если прыгнешь отсюда, то умрешь? — А ведь это зависит от того, как упадешь. Юрк. Эсир епле ятлă çынсем пулатăр? Вы что за народ, что за племя? IЬ. Эсĕ епле кĕл-тунине эпĕ пĕртте курман, — епле кĕл-тăватăн? тесе ыйтат. IЬ. Санран ыйтатăп эпĕ: эсĕ хăна ху епле, айăплă тетне е çук-и? IЬ. Хăшĕ епле суеçтерме пĕлет, çав çапла суеçтере пуçлат. Никит. Ав, Петĕр киремете çырлахтарманшĕнех вилчĕ вĕт. Епле çырлахтармастăн ăна, епле çураçмастăн унпала? тенĕ. Ст. Чек. Епле илем (как мне купить) çакăн пек карттус? Ст. Шаймурз. Кӳлсе тухрăм çӳрен утăра, çул еплине пĕлмешкĕн. Хыпар № 27, 1906. Епле апла (как это так), мĕнле хаçетшăн (= хаçатшăн) тĕрмене хупаççĕ? тетĕп эпĕ. Юрк. Пире, чăвашă, юрат-çке, тетĕн, вăл епле апла юрат пулĕ? (как это допустимо?). Альш. Вĕсем кайиччен, ял еплерех (какова примерно) иккенне пĕлсе юласшăн эпĕ. || Какой бы ни...; как бы ни... О сохр. здор. Епле çыннăн тă (какому угодно человеку) хăйĕн тумтирне шаккама ĕçленĕ хушăрах кăшт та пулин вăхăт пулать. Альш. † Шурă Атăл хĕрри шурă хăйăр; еплеех те шурă пулсан та, юр пулмĕ. || В вопросах соотв. русск. а что, ну что. Юрк. Кăсен сăмаварĕ тахçантанпа тасатман: пăхма ирсĕр, тикĕт чӳлмекĕ пек хуп-хура. Хуп-хура пулнине курсан, хăни: эсир епле, куллен чей ĕçетре? тесе ыйтат. IЬ. Епле, И. И. сана киле ячĕ-и? IЬ. Пайтахчен уткаласа çӳресен тата: епле, аван-и? Вуласа пăххалĕ, итлем, тет.
ерт
понуд. ф. от ер. Собр. Ула-куракпа чакак тус пулĕç, хура-курака ертмĕç, теççĕ. Ворона с сорокой будут друзьями, но грача в свою компанию не возьмут. (Послов). Юрк. Таса мар алă-шăлли куçа чир анчах ертсе тăрат (заражает). Симб. Ваççук ятлă юлташ хăйсен кӳршинне кишĕр вăрлама ертсе карĕ (повел меня). О заступл. Тарçă вĕсене ертнĕ те, вăрмана илсе тухса кайнă (повел их). N. Вăл хăйпе пĕрле арăмне тата хăй хурăнташне ертрĕ те, кĕреçесем илсе, çарана кайрĕ. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ (= кĕтĕвĕ) тохса кайнă чохне, хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм (пустил в стадо). Орау. Пĕре мулча (мул'џ̌а) кĕрсе ертсе килнĕ-ччĕ (притащил), унтанпа пыйтă тавраш курман. Сиктер. Лаша хыççăн (за лошадью) тиха ертме парăсăн-ччĕ. (Моленье). Альш. Пĕр вырăспа ертсе ярать вĕсене. Сир. 169. Хăй вĕсене мачча çине ертсе улăхнă (проводила их на чердак). || Заставить бегать за собою (о животных и человеке). N. Вăкăр ĕне хыççăн чупать, пашпăртне валать (odoratur pudenda); пирĕн ĕне вăкăр ертнĕ (хăй хыççăн чуптарать). Орау. Пирĕн ĕне ертет нихак-ха, слав пух. IЬ. Ĕне ертни (со времени случки) пĕр-ик ĕрне пур нихак ĕнтĕ. Якейк. Çак хăтайăн хĕрĕ пор, ялта ертмен ача çок (в непристойном см.). Кан. 1927, № 234. Ĕне пĕтĕ е хĕсĕррине вăкăр ертни виçĕ эрне иртсен тин пĕлме пулать. IЬ. Вăкăр ертичченхин пек мар, лăпкă çӳреме пуçлать.
ечче
ечче юс, ласка (зверек). Н. Карм. Ечче или ечче юс = шăши юсĕ (шурă, çулла сăрă). Н. Седяк. Ечче юс = ласка.
ешĕл
(jэжэ̆л'), зелень; зеленый. Хыпар № 11, 1906. Пĕр ик-виçĕ эрнерен вăл вырăна та ешĕл пусса илет. N. Курăк çине ан вырт, кĕпĕне курăк ешĕлĕ çапĕ (у тебя рубашка сделается от травы зеленою, с зел. пятнами). Шаймурз. † Тăхăнăрсам ешĕлĕ пĕтиччен. Надевайте их (перчатки) до тех пор, пока не слиняет их зеленый цвет. Баран. 5. Çаран çинче курăксем ешĕл пулса ларĕç-ши? тесе, шавлать пӳртри çын. Альш. † Ешĕлех те калпак эп тăхăнтăм, ешĕлех те хулана эп кайрăм. Чув. сборн. 144°. † Атăл çинче ешĕл машшина (пароход). Ст. Шаймурз. † Шурă Атăлпа ешĕл машшина, хумхантарать Шурă Атăл шыв(ĕ)сене. Лашм. † Унăн хуппи (ставни у окон) ешĕл сăрлă иккен. IЬ. † Хура çыру, ешĕл пичет пирĕн савни аллинче. IЬ. † Алăкăр умĕнче решетке, аллăрта ешĕл перчетке. Ау 281. † Шур-Атăлпа юхса килет ешĕл пуçлă машшина. Fontes 1. † Шур-Атăлтан юхса килет ешĕл пуçлă машшина. Образцы 45. Аллăрсенче ешĕл перчетке, ан пăрахсам ешĕлĕ пĕтиччен.
йывăрлăх
(jывы̆рлы̆х), тяжесть. || Притужины, жерди на соломенной крыше (чтобы ее не снесло ветром). Н. Карм. Утăм. № 1, 23. Курăс хуп витсе лартнă кĕлет те, çакă йывăрлăх пуснă лупас. Ч.П. Çурăм-пуçĕпеле, йывăрлăх çине ларса, вăл юрлать (хура чĕкеç). Кĕвĕсем. Пӳрт çине йывăрлăх ярсассăн, пӳрте йывăр килмĕ-ши? || Притужина, ветреница на стогу. Ау 14. Капан çине янă йывăрлăхсем N. Сан çине йывăрлăх хумалла (так говорят непоседе). || Эпизоотия. Ст. Чек. Выльăх йывăрлăх чухне выльăха çитерсен, выльăх чиртен хăтăлса юлат. Если скотину во время эпизоотии выкармливать, она не заболеет.
йывăç кулкки
куст? Ст. Чек. Йывăç кулкки айĕнче темĕскер шап-шурă выртать.
йыт
собака. См. йытă. Образцы II, 108. Хура çырла авăрне хурт çирĕ, пирĕн çамрăк телее йыт çирĕ. Арçури. Пĕр старик вăрманта чĕлĕм чĕртме тапратнă; куç витĕрех мар пирки, пыран ута курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет (умер собачьей смертью). Орау. Кашăкки йыт чĕлхи пек (похожа на собачий язык) те, умпа хăçан тултаран. Изамб. Т. Епле сирĕн ул йыт çимен çимĕçе çиес килет? Как это вам хочется есть пищу, которой и собака не стала бы есть? Т. Григорьева. Йытăн (йыттăн) хӳри кукăр, уна шанма çук, теççĕ. У собаки хвост кривой, ей доверять нельзя. (Послов.). Сред. Юм. Йытпа кȏшак пик вăрçса-тйвĕçсе порнатăр çанта. Живете во вражде, как кошка с собакой. Г. Т. Тимоф. Вилнĕ çынсем хăйсене асăннă çĕре йытă сăмсисем çине ларса килеççĕ, теççĕ. Говорят, что покойники (во время поминания их) являются на поминки на собачьих мордах. Сред. Юм. Манпа пит çапкаланса çӳретем эп сана! Пĕр хĕнеме пуçласан, йыт вилли тăвăп эп сана! (Изобью как собаку!). IЬ. Ман пик патак çинĕ çын тĕнчере тепĕр пор-ши ȏ? Йыт çимен патакка эп çинĕ (собака не видела столько побоев, сколько их я перенесла). Арçури. Йыт орипе от (как собака).
Йытă
(jыды̆), то же, что йыт. См. йăтă. Юрк. † Çĕтĕк кĕрĕкĕ татăкĕ йытă вĕрнипе çурăлат. Орау. Йытта ан йĕкĕлте (= ан çĕтĕлтер). Не дразни собаку. Сред. Юм. Эс те учитĕле тохсан, луччĕ йытта сăмсана касса парам! (Так говорят, когда уверенно знают, что собеседник не может быть учителем). IЬ. Пуçа йытта хывнă та, ĕç хушсан, та ĕçлемес. (Ссылается на болезнь, притворяется и не делает того, что ему велят). Б. 13. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. (Послов.). IЬ. Йытă мăнтăр та, çиме юрамасть. (Послов.). КАХ. Çырлах, аслă кĕлĕ! Кама тимен, ху валеççе пар. Ачăна-пăчăна чар, йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр. (Моление киремети Питтури в «тайăн сăра»). Б. Тимĕр йыттăн сӳс хӳре. (Загадка: иголка с ниткой). Т. М. Матв. Йытă аллипе ĕçлетĕн. Работаешь спустя рукава. Сказки и пред. чув. 14. Йытă урипе утиччен, сивĕре шăнса çӳриччен, лаша кӳлсе ларас та, ним хуйхи те пулас мар. Чăв. й. пур. 7°. Çыраканнине сĕтĕрсе килес те, йытта хĕненĕ пек (как собаку) хĕнес! Орау. Йытă пек япăлтатса çӳрет. СПВВ. Х. Йытă хăй хӳри çине сысмасть, теççĕ. (Послов.). Нюш-к. Ĕлĕк авал турă, этеме ыраш панă чух: ыраш кирлĕ-и сана? тесе, ыйтать. Çын: кирлĕ мар, тет. Ыраш тĕпĕнченех пучахлă пулнă; ыраш пучаххи çурри анчах юлать. Тепре ыйтать. Çын ун чухне те: кирлĕ мар, тет. Çавăн пек темиçе хутчен ыйтса та, çын: кирлĕ марах, тесе пырать. Ыйтмассайран ыраш пучаххи кĕскелсе пырать. Турă юлашкинчен ыйтсассăн, çын: кирлĕ мар темелле-ччĕ, тет, анчах йытă: хам-хам! тесе янă та, çавăнпа халĕ пирĕн ыраш юлнă. Йытă лайăх мар вăл, тесен, йытă усракансем çак сăмахсене каласа кăтартаççĕ. Собр. Йытă шуйттана сиссе (чуя) çĕрле вĕрет, теççĕ. Т. Григорьева. Килте йытă пăтратманне ялта яшка пĕçернĕ, теççĕ. Дома не умел замесить собаке, а в деревне сварил похлебку. (Послов.). N. Эсĕ йытă! терĕм. N. Конта йытă пуç те полĕ! Здесь, чай, чорт знает что есть! Сред. Юм. Йытă самăр та, пусма юрамасть. Хоть собака и жирна, но на закол не годится. Собр. 74°. Йытă, тесен — çăмĕ çук; этем тесен — сăнĕ çук. (Послов.) Ала 91. Çакă кĕçĕн тăванĕ (брат) мĕн курман вăл! Вăл курнине ялти йытă та ан куртăр (того, что он перенес, не дай бог испытать деревенской собаке). IЬ. 31. † Пире: салтак кай (= салтака кайĕ), тесе, ялти йытă каламан пуль; çын та сисмер — кайрăмăр. Т. М. Матв. Эй, алли-урине йытта касса пама! Юрк. Йытă хĕлле, сив вăхăтра, питĕ хытă шăнса: эх, кунтан ăшă пулсан (= çăва тухсан), çула, шăрăх вăхăтра, шăмăсем тултса, пӳрт тăвăттăм (шăмăран пӳрт тăвăттăм), тесе, калать, тет. Изамб. Т. Халь уччиччĕлсем нумай: йыт кутне тапсан, уччиччĕле тивет (т. е. учителями хоть пруд пруди). N. Йытă выртман вырăнта выртăрăмăр пулĕ (валялись везде, где попало). N. † Йытă çăварне аш кĕрсен, хăçан каялла тухни пур? (Солд. п.). Орл. II 235. Хура йытти çакăнса тăрать хĕрлĕ йытти ăнах (на нее же) вĕрет. (Хуран вут çинче). Сред. Юм. Йытă хăй хӳри çине сысмас. Никто сам себя не хает. (Буквальный перевод: «собака на свой хвост не испражняется)». Чăв. й. пур. Хăне те (его), йытă вилли пек, çĕре тирпейсĕр чикнĕ (опившегося зарыли без отпевания). || Неблагодарный. || Пес (брань). Сказки и пред. чув. 47. Эрехне таçта хăй пытарчĕ те, пирĕн çине калать тата, йытă! СТИК. Çав Ваççа йыттиех (ce chien de Vassia) тунă пулĕ. Вероятно, это напроказил мерзавец (пёс) Вася.
йыхăр
(jыhы̆р), звать; манить (напр. собаку), скликать. Ст. Чек. Йытта йыхăрать. IЬ. Çитĕннĕ ачасене тутарсемпе çапăçма йыхăрчĕ (кликнул). Чăв. й. пур. Час йыхăрса килĕр (позовите) алă пусакансене (тех, кто подписался), тенĕ. Сказки и пред. чув. Вĕсен çулĕ хĕрринче улма-йывăççи курăнать, çаврака сулхăнĕпе хăй айнелле йыхăрать (манит под свою тень). Никит. Тырă нимине те çав пӳрт нимине чĕннĕ пек чĕнеççĕ (йыхăраççĕ). N. † Улăхра çӳрет хура лаша; йыхăртăм-йыхăртăм, тыттармарĕ: аллăра çăкăр çук, терĕ пуль. N. † Хăна-вĕрле йыхăртăм кӳршĕ-аршă кăмăльшĕн. || Пригласить гостей через особых верховых посыльных. Юрк. Пĕр виçĕ хутчен çапла килсе, сăра ĕçтерсе, юрласа, йыхăрса каяççĕ.
юл
йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. IЬ. Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).
юлташ
(jулдаш), товарищ, компаньон, сверстник. М. П. Петр. Юлташ — товарищ; сотрудник; спутник. Н. Ч. Çул çӳрекен çынсемпе юлташа пырать. СЧЧ. Мирон пичче вара хăйне юлташа Иван пиччене илчĕçĕ те, тухса кайрĕçĕ. Сир. Мидия çĕрне Рага хулине мана юлташа пыраймăн-ши эсĕ? (не пойдешь ли со мною?) N. Ак сана пĕр курка, ăна юлташ тепĕр курка илсе кил. || Жена, подруга жизни. Ч. П. Хĕрлĕ улма тени маттур хĕр, ӳссен, юрамĕ-ши юлташа? Золотн. Йолташ — жена. Тимер. † Ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, пăха пĕлсен, юлташ пулмĕ-ши? Юрк. Этем çапла каласан, турă та хăй йăнăшне сиссе, кăна валли юлташа (в товарищи) нимĕнрен тума аптăраса, пур тунă япаласенчен юлнă юлашки япаласене пуçтарса, вĕсенчен тата тепĕр çын, хĕр-арăм, тума тытăнат. || Муж. Собр. 372°. Урайне кана-кана шăлсан, юлташĕ кана-кана хĕнет, тет. Если мести пол с отдыхом, то, говорят, муж будет бить с отдыхом. Сорм.-Вар. † Атя киле (юлташĕ ятне), ача-пăча пӳрт тулли.
юн
йон, (jун, jон), кровь. Н. И. П. Юн çинче (ăшĕнче) выртат. Лежит в крови (человек). N. Хĕп-хĕрлĕ (или: чĕп-чĕрĕ) йон выртать. Лежит весь в крови (чел.). Орау. Питне, сăмсине-çăварне пĕтĕмпех çĕмĕрнĕ. Пĕтĕм пичĕ-куçĕ юнланнă (или: чĕп-чĕр юн пулнă). Шел. 27. Кайсан, кайсан, вăл татах курать тепĕр вĕшлине, юн çийĕнче (в крови) пĕр сассăр, хусканмасăр, выртнине. Якейк. Чĕп-чĕр (или: çара) йон выртать. Лежит весь в крови. IЬ. Чĕп-чĕр йон полаччен вăрçрĕç. Раздрались в кровь (о дерущихся). Орау. Чĕп-чĕрĕ юн выртать, хăй таврашĕнче те пĕтĕмпе юн кӳленсе выртать (лежит в луже крови). IЬ. Вăл чĕп-чĕр юн пулнă. Якейк. Чĕп-чĕр йон поличчен ватнă. Избили до крови. Шел. П. В. Вĕçсĕр-хĕрсĕр çын вилли юн ăшĕнче выртрĕçĕ. Юрк. Юнне пĕçереççĕ акă епле: пуснă выльăхăн таса юнне кĕрпелĕ савăт çиве илеççĕ, ăна, юнĕ çывăриччен, кĕрпипе пĕрле пит хытă пăтратаççĕ. Юнĕ çывăрсан, çав кĕрпепе хутăштарнă юна аш яшки çине ярса пĕçереççĕ. Хыпар № 8, 1906. Çавăнтах ăна пĕр стражник (= страшник), пăшалпа çапса, юн кăларнă. N. Юн ярса пурăнаççĕ. М. Васильев № 3, 37. Алли-ори пăчах йон. Руки и ноги все в крови. С. Тим. † Çамрăксенĕн чĕн пушă; чĕн пушăран юн тумлат, юн тумлин те, чун сават. Шурăм-п. Хăй тăванне пĕлсессĕн, куçĕсенчен юн тухнă (кровь выступила), тет. Изамб. Т. Ул юн яртарчĕ. Ему пустили кровь. IЬ. Эпĕ ăна юн ятăм. Я пустил ему кровь. IЬ. Сăмсинчен-çăварĕнчен юн кайнă, тет. У него из горла и носа шла (или: пошла) кровь. IЬ. Юн кайнипе вилнĕ. Истёк кровью и умер. Янтик. Пĕтĕм алла юн. Все руки в крови. СТИК. Пирĕн ĕнтĕ юн сивĕннĕ, пире, кăмака çинче выртсан та, çылăх мар; эсĕр халь çамрăк çын шăнма юрат-и! (Говорят старики молодым людям). Орау. Сăмсаран юн яриччен çынна çапма юри ку?.. Разве можно бить до того, чтобы потом из горла и носа пошла кровь?.. (Сказано о прошедшем событии). IЬ. Виличченех çапла юн шăрса пурăнчĕ (мочился кровью). N. Ӳсĕрскер, яла пырса кĕнĕ чухне, пуçне уличе юпи çумне пенĕ те, пуçĕ чĕп-чĕр юн пулнă. Въезжая пьяным в деревню, он ударился головою о воротный столб и разбил себе голову в кровь. Сред. Юм. Епле самăр ȏлă, юн пик хĕрлĕ çӳрет вит! Какой он здоровый ― красен как кровь! Орау. Юнь (= юнĕ) шĕвелнĕ пулĕ унăн (кровь бежит так, что нельзя удержать). Турх. Сурчăк çинче юн пĕрчисем тĕл пулкалаççĕ (у больного). Скотолеч. 5. Хăш-хăш çынсем лашисене çур-куннесерен юн яртараççĕ (делают кровопускание). Чув. Календ. 1910. Пыртан юн кайнă чух, е тăварлă шыв е пăр çăтас пулать. При кровотечении из горла нужно пить соленую воду или глотать лед. Шаймурз. Çăвару тулли юн пулĕ, ăна ан сур вара. (Послов.). Ст. Шаймурз. Юпа çумне юн тăкăнат. (Пиçиххи çыхни). Т. М. Матв. Юнĕ пур та, чунĕ çук. (Палан). Чунĕ пур та, юнĕ çук. (?) || Бранное выражение. Юрк. Пăхăсăн, вăл татах тăранман. Татах кунтан, тĕпрен (из отцов. дома), шырат (хочет что-то получить). Кунта мĕн унăн, хура юнĕ юлнă-ши?.. çавна шырат-ши?.. (т. е. у него не осталось ничего). || О менструации. Орау. Юнпа пĕвенсе çӳрет-ха (у нее менструация; так говорят с оттенком легкой шутки). || В чувашизмах. Ч. П. Пăхма хĕрсем хĕвел пек, ăшĕ-чикки хура юн. На взгляд (эти) девицы как солнце, а внутри их черная кровь (т. е. они злы).
юнлан
пачкаться в крови. М. П. Петр. Юнлан — запачкаться кровью. Н. И. П. Юнланса пĕтиччен çапăçрĕç. Раздрались (дерущиеся) в кровь. || Юрк. † Савнă тăван асма килсен, хура куçăмсем юнланчĕç.
юншахлан
тосковать? Бур. † Хура чĕкеç мăйĕсем шурă ула, мĕншĕн юншахланат-ши вăл çура? Юншахланмăччĕ-çке (= юншахланмĕ-ччĕ-çке) вăл çура, савнă йăви юлат аякка.
юпах тьыха
юпах тиха, жеребенок по второму году или двух лет. Ст. Чек. Юпах тиха — жеребенок по второму году. Яргуньк. Йопах тиха — годовалый жеребенок. N. Юпах тиха, ж. возрастом от одного до двух лет (то же и в Сред. Юм.). СТИК. Юпах тиха — хӳре каснă тиха. Юрк. † Хура вăрман айне эпĕ çул турăм юпах тихапа çӳреме. IЬ. Хурал тăракан лашасем начар юпах тихасем пек. Хорачка. jобах т'иђӓ или ађаjа-ђэ̆рни. Чураль-к. Шăм пахчара юпах тиха. (Чĕлхе). Пурри урхамах, çукки юпах тьыха утланăр. А. Турх. Юпах тьыха, двухлетний жеребенок.
юпăнчă
то же, что юпăнч. Альш. И. С. Степ. Юпăнчă. СПВВ. ПВ. Юпăнчă ― (?). (Вопрос оригинала). Сала 301°. Юпăнчă, зонт. Тайба. † Юрласа, кулса килнĕ чух, пĕркенсе ларма юпăнчă çук. С. Дув. † Татăк-татăк пĕлĕт килет, манăн юпăнчă ăçта-ши? М. П. Петр. Юпăнчă ― покрывало, накидка. IЬ. Уяра кура (к┐ура) юпăнчă илме хушнă, теççĕ. (Послов.). См. лупăнчă. || Покрывало постели. Юрк. Юпăнчă (вырăн çине саракан япала). || Большой четырехугольный войлок. Альш. † Шурă юр çуса килет-çке, шур юпăнчă (тăваткăл пысăк кĕçе) пирĕн çук. Питушк. Юпăнчă пак çамçа (мягкий).
юр
йор, (jор, jур), снег. Альш. Юр ӳкиччен, до выпада снега. Собр. 275. Пукравччен юр çусан, юр час лармасть, теççĕ. Если первый снег выпадет до Покрова, то, говорят, зима установится не скоро. Çутталла 52. Хăçан, шăнтса, юр çуса кайнине курас-ши? Сред. Юм. Йȏр çунă-çуманах, в конце осени или в начале зимы. IЬ. Йȏр çунă-çумантарахах парса янă-чĕ эп ȏна пĕр кĕрепенк çу, çавна халь те парса татман-ха. Орау. Юр вĕçе пуçласанах, сехре хăпать ман (потому что у меня нет теплого платья). Ч.С. Пĕрре çапла эпир кĕр-кунне ыраш çапрăмăр; ун чухне пăртак юр ӳкнĕ-чĕ (выпал снег). Собр. Юр çинчен кăмпа ан шыра, теççĕ. По снегу не ищи грибов. (Послов). Ст. Айб. † Çунам сулăнка карĕ, юр тулчĕ: акка-йысна килчĕ, кăмăл тулчĕ. Изамб. Т. Эсĕ çӳренипе хĕлле урамри юр такăрланат, çула урамри курăк хăрат (говорят шатуге). Т. Григорьева. Юр çинчен тăрна иртсен, пăрçа пулать, теççĕ. Если журавль пролетит, пока лежит снег, то, говорят, будет урожай гороха. N. Хĕл те çитет. Акă хайхи тăманра, çара çĕртен хăваласа пырса, юр хура пуçлать (надувает снег). N. Пӳртсем пĕтĕмпе юр айне пулчĕç (занесло снегом). Изамб. Т. Капансенчен иртсен, унта юр тап-таса юр. Чăв. и. пур. 35. Лешĕ каланă: çук апла мар, юлнă ĕçе юр пусать. Мана пулсан, пултăр халех, тенĕ, эсир кайран манатăр. Кн. для чт. 19. Хăй юр анчах пулнă. Сам весь в снегу. Синьял. † Шур чĕрçитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Орау. Вăл енче юр виç кунтан ытла выртмаçть, тит. IЬ. Юр нуммай çуни? — Нуммай çунă, ура сыппи таранах (ура сыппинчен те иртет), аран-аран ашса çитрĕм (или: килтĕм). Н. Карм. † Алăкăрсем умне юр тултарнă, хăла лаша кĕнĕ — йĕр тунă. N. Шап-шур юр килчĕ (пришел весь в снегу), юр çăвать пулмалла. Кив-Ял. Пирвайхи юрах нумай тултарчĕ. Первый же снег выпал очень обильно. N. Мĕле, сирĕн патăрта юр çуни? Что, выпал ли у вас снег. Регули 1050. Йор шу полчĕ. Снег растаял (превратился в воду). Орау. Юр çăвать, курăнать, пит-çăмартисене, алсене юр-пĕрчисем (снежинки) киле-киле пернеççĕ (одна за другою, так как их много). Якейк. Паян ир çинче йор кĕт (= кăшт) вĕçкелер те, чарĕнч. Ib. Йор вĕçкеле пуçлаþ. Орау. Юр айне алтса пытарнă. Зарыли под снег. Id. Эсĕ пĕтĕм юр пулнă-çке, ача; часрах, йĕрĕличчен, сăхманна хывса силле. Ст. Чек. Пăлтăра юр кĕнĕ. В сенях надуло снегу. N. Унтан исе каять çырмана: ку мĕне кирлĕ пире? тесе калать, тет. Леш калать: хĕлле юр тултарать, тет. Йӳç такăнт. 17. Пӳрте юр кĕртсе тултартăн (натащил снега в избу). Сятра. Он ч¬он'а тада jорба пэрмэлэ выл'аччы̆ аччазам (играют в снежки). Капк. 1928, № 21, 13. Пашникпе, шап-шурă юрах. Якейк. Хĕл каçиччен çунă йор ирĕлсе пĕтмен-хе. Снег, выпавший за зиму, еще не весь растаял. Ст. Чек. Кашкăр, юр ăшне пута-пута, чупса кайнă (увязая в снегу). СТИК. Ку хĕл пирĕн пахчари йывăçсемшĕн пит йывăр килчĕ. Крашавник йывăçĕсене юр пусна-чĕ. Сред. Юм. Çор-кȏнне уçăм ани çинче йор выртсан, çав тĕлте кальча çĕрет. Если весною на озими будет лежать снег, то на этом месте озимь вымокнет. Орау. Çуртсам çинчи юрсам ирĕлсе пĕтрĕç. Снег на крышах растаял. Ягутли. Юр çывхара пуçларĕ (пропадает), урам хушшисем пыльчăкланчĕç. СТИК. Кишĕре юр кайнă-кайманах акаççĕ. Морковь сеют тогда, когда снег еще не сошел. Ib. Юр кайнă хыççăнах сухана та туха пуçлаççĕ. Как только сойдет снег, уже начинают пахать. Ч.П. Юр кайсан. Когда растает снег (весною). N. Йор пӳртсем çомĕнчен кайса пĕтмен (у изб еще не растаял снег). N. Кăçал мăн-кун юр çинчен килет. Нынче на пасхе еще будет снег. К.-Кушки. Юр хĕнпе кайрĕ. Снег сошел с трудом. Таяние снега тянулось долго. Шурăм-п. № 11. Çур-кунне юр кайса пĕтрĕ. N. Ĕлĕкхи пекех шыв та пула пуçларĕ, хĕлле юр та лартми пулчĕ.
юрлă-пăрлă
снег с градом. З. С. Юрлă-пăрлă çăмăр. Дождь со снегом и с градом. Микушк. Юрлă-пăрлă çăмăр çăвать, хура чĕкеç тулта ларать. (Çăра).
лак
(лак), подр. (отпечаточное) звуку, получяющемуся от удара о более или менее мягкий предмет. КС. Кучĕпе сак çине лак! ларчĕ. Ib. Ури шурĕ те (поскользнулись), кучĕ çине (на задницу) лаках кайса ларчĕ. Ib. Уссĕрскер, кучĕ çине лаках кайса ларчĕ. Н. Карм. Пĕчĕк ача кучĕ çине лак! ларчĕ (не устоял на ногах и шлепнулся на задницу). N. Куссан-куссан, пĕр тункатана перĕнчĕ те, лак! тутарчĕ (бочка о кочку), манăн пуçа лап! тутарчĕ. Орау. Чашăка лак! лартрăм та, лаштах çурăлса карĕ — сĕт пĕтĕмпех тăкăнса карĕ (поставил со стуком, неосторожно). Н. Чукалы. Хĕверисем (черти) Якуркка выртакан вырăн тĕлĕнчен маччана сӳтнĕ те, арман чулне лак! пăрахнă. Пус. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, ланчашкана лак! сикет. (Кăвар туртни). || Подр. локанью. Якейк. Йăтă пăтратни лак-лак! хыпать. Ib. Йăтă лак-лак! хыпать (ест жидкое). || Собр. Хура йытă кутне лак-лак. (Çăра питĕрни). Ст. Шаймурз. Ватă ĕне... лак-лак. (Уйран уçлани). || Подр; бульканью. Сред. Юм. Четвĕрт кĕленчинчен хăвăрт шыв йŏхтарнă чŏхне кĕленче мăйĕнчи шыв лак-лак (а с легкой лабиализацией) туса тŏхат. Лак! тухса ӳкрĕ. || Подр. неровному бегу лошади. Сред. Юм. Пирĕн лаша темме çынсĕнни пик чипер йăпăртатса йŏртса чупмас ŏ, пĕрмай лак-лак! тăвать те, кŏта веç ватса пĕтерет („назв. бега лошади, когда она бежит длинными шагами“).
лакăр
(лагы̆р), подр. сильному кипению (клокотанию). Шорк. Хоран лакăр-лакăр вĕрет (хоран хытă вĕренĕ чохне калаççĕ). || Подр. хрипению удавливаемого. Янш.-Норв. Вĕренĕ карчăкин мăйне пăвнă мĕн, вара карчăкĕ лакар-лакăр-лакăр! тăва пуçларĕ, тет. || Чăв. й. пур. 20°. Сахрун, пырса, çĕклесе пăхнă та, леш вилнĕ çын лакăр! тунă. || СТИК. Такан пырне каснă чухне вăл лакăр-лакăр! сывлат. N. Хăш-хăш çыннăн пырĕ лакăр-лакăр тăват (ытла пит пăсăлса кайнă çынсен). || Подр. звонкому хлюпанью воды в промоченном сапоге. Орау. Атăшне (= атă ăшне) шыв лакăрах кĕрсе тулчĕ. || Подр. звуку жидкости, смешанной с грязью, при ее проникании в сапоги и т. п. Орау. Лакăрах кĕрсе лартăм. Провалился на льду или в болото. Собр. Хура кĕсре кучĕ лакăр-лакăр. (Çăраççи уçнă чух хăлтăртатни).
лап
лощина, ложбина, низкое место, низменность, равнина. Ст. Чек. Унăн лапра тырă аван пулнă. В низине у него был хороший урожай. Ib. Юхлă лапĕнче. В низменности р. Яклы. Альш. Лапрах çĕрсенче чул сарса тухнă (устлано к.). Пазух, пирĕнех те хирсем пит лапах мар, пăлан тьыхи выртас çĕрсем мар. N. Лап çĕре анса, унта та çапла тем масарсем шыраса çӳрет. Собр. Асамат кĕперри лапра пулсан, çумăр пулат (противопод. чике?). || Кучка, местечко, участок. Хурамал. Пыраттăм-пыраттăм çулпалан, пĕр лап (= ушкăн) çырла тĕл пултăм. Юрк. † Çеçен хирĕ варринче çырла лапĕ, пĕрне татса çисе пулмарĕ. Ст. Чек. Кăмпа лапĕ, çырла лапĕ, „колония грибов, ягод“. || Низенький. В. Олг. Лап пӳрт, низенькая изба. || Плоский. Богдашк. † Лап мунчанăн тăррине тапнă-тухнă вĕлтĕрен. || Неуклюжий. || Плоский (о лаптях). Трхбл. Лап çăпата çутă пуç, çинçе пилĕк хура куç. (Ламппă). Рак. Лап çăпата, çутă куç. (Хăй çути). Альш. Лап çăпата, çутă куç. (Кăраççин). Т. II. Загадки. Лап çăпаталлă, çинçе пилĕклĕ, тăватă сăмсаллă, хĕрлĕ кикĕриклĕ. (Хăйă чикки). N. Лап çăпата, çинçе пилĕк, çутă пуç. (Хăйă чикки). Собр. Лап çăпата, çинçе пилĕк, хĕрлĕ сăмса. (Хăй чикки). N. Лап çăпата, çинçе пилĕк, çăлтăр куç. (Ламппă). || Повидимому, назв. сплошной, одинаковой вышивки. СТИК. Лап — название узора. Различные узоры у чуваш носят разные названия по сходству: 1) чăхă ури, 2) чĕрнелĕ ура, З) автан, 4) лап — сплошь без узоров.
лап-лап
пятнами, островками. Лашм. † Лап-лап çерем, лап çерем, хытăрах таптăр лашисем. N. † Лапка-лапка юр çăвать, лап-лап çĕре шуратнă. Турх. Лап-лап юрсем анчах юлнă. Ib. Лап-лап юрсем кĕмĕл пек шурă. К.-Кушки. † Таяпанăн хирĕнче лап-лап хура пурĕ-çке. Тайба Т. † Çакă ялăн хирĕнче ыраш сайра, тиеççĕ; суя мар иккен, чăн иккен лап-лап хурасем те пур иккен. Кĕвĕсем. Мертлĕсенĕн хирĕнче, ыраш пулмас, тиеççĕ; суя мар иккен, чăн иккен, лап-лап хура пур иккен. Сборн. по мед. Унтан часах мăйĕ çине, кăкăрĕ çине, çурăмĕ çине лап-лап вĕтчеççĕ хĕрлĕ шатра тапса тухать (пятнами выступает мелкая сыпь). Нюш-к. Çуначĕ çинча лап-лап шурă пур (имеются белые пятна). Сред. Юм. Пирн ана çинче лап-лап тыр шăтман. На нашем загоне местами хлеб не взошел. || Ск. и пред. 85. Хирте ака айĕнче çерем лап-лап касăлать. См. Paas. 81.
лапатка
(лаба-), лопатка для точения кос (смолянка). Чертаг., КС., Изамб. Т. Якейк. Лапатка — çавая çивĕчлетмелли япала. Яргуньк. Çаран патне çитсен, Палламан хуçине каланă: манăн киле лапатка юлчĕ, тенĕ. Т. П. Загадки. Хура аппа икĕ енчен çупать. (Лапатка). || Лопаточный сбор за помол; мерка для получения лопаточного сбора за помол. СТИК. Лапатка — арманта çăнăх илнĕ çĕрте тыткалама тăваççĕ. Вăл шайккă пек (на подобие прежней банной шайки с одним ухом) хăрах тыткăчăлă пулат. Вăл япалапа арман хуçи арман авăртма пынă çынсенчен авăртнăшăн çăнăх илсе юлат. Унта чи нумаййи 20 кĕрепенкке каят, сахал – 15–17 каят. Ăна çӳхе тимĕртен тăваççĕ.
лапка
плоский. Сред. Юм. Тюрл. Лапка сăмсо, плоский нос (этому противопол. шӳреке сăмсо). || Приземистый. Мусир. † Лапка хурăн айĕнче пĕр çăмăрсăр ӳснĕ эпĕ. Собр. Пĕр лапка карчăка тăваттăн хурах тăраççĕ. (Тенкел). || Ширина, площадь. Сред. Юм. Ôрам лапкипе шыв юхат. По всей улице течет вода. N. Лапкипе выртакан пысăк çăпан (широкий чирей). Баран. 101. Çулçи (у мака) лапки çинче вакçеççĕ шăнăр. || Плоская сторона. Тюрл. Лапкипе хотăм. Я положил плоскую стороною. || Хлопьями. (О снеге). НИП. Лапка юр çăват. Идет крупными хлопьями снег (что бывает в теплую погоду), Изамб. Т. Эпир Чĕмпĕртен тухнă чухне лапка юр кăна çăватчĕ (хлопьями). Хурамал. † Лапка-лапка юр (крупный) çăвать, шурă пӳрт çине шуратать. Изамб. Т. † Лапка-лапка тăман çăват, çуна-ах та шăвайми тăват пуль. Пазух. Лапка та лапка, ай, юр çăвать, хура çĕре халĕ те, ай, шуратать. || Островками. ЧП. Аппа пахчи варринче лапка чие шăтайчĕ (выросла). || Лаптами. Тюрл. Лапка-лапка хора пĕлĕт („довольно большими кусками“).
лапкăш
его ширина. N. Ани лапкăшпех хуп-хура выртать (о недавно вспаханном загоне). N. Тăм патне чавса çитсен, эпир тата тăмне пĕр кĕреçе лапкăш тарăнăшĕ пек хускатса, кăпăшлантарса тухрăмăр.
лапсак
лохматый, косматый, с густой хвоей. Сам. 16. Лапсак тăррипе вăл пурне те хупланă. Ib. Лапсак чăрăш тăрринче хура-кайăк кăрлатать.
лар
садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).
ларкала
учащ. ф. от гл. лар. Изамб. Т. Сиртĕ теçеттининче миçе урапа çĕмел ларат.– Ыраш пĕр вунçичĕ, вунсакăр урапа ларкалат (бывает). ЧС. Пилĕк çурт вырăнче хуп-хура кăмрăк выртать; çуннă юпасем ăçта килчĕ унта ларкаласа юлнă (местами), тата çуннă тимĕр татăкĕсем вырткалаççĕ.
ларса тул
садясь, оседая заполнить. Хĕрлĕ Урал 1920, № 46. Уяр пулнă пиркипе, пирĕн Ярмулла пиччен пичĕ çине хуп-хура тусан (пыль) ларса тулчĕ, этем сăнĕ те палăрмасть, хăйĕн тăванĕ те паллас çук.
ларт
понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).
лаччăн
(лац’ц’ы̆н), назв. птицы, сокол. Н. Карм. Лаччăн тесе, çынна калаççĕ, правур çынна: ай-ай, лаччăн пĕк ул правур! теççĕ. Ib. † Хура вăрмансенĕн, ай, варинче, ылттăн пуçлă лаччăн пур, теççĕ. МПП. Лаччăн охотничий сокол.
лаша
(лажа), лошадь. Изамб. Т. Эпĕ часрах вите патне чупса пырап. Унта ик лашаран пĕр лаши те çук. N. Лаша ахаль çĕрелле тапса ячĕ. Лошадь лягнула по воздуху. Пĕр лашапа килтĕмĕр. Мы приехали на одной (т. е. лошади). Н. Седяк. Лашан çуначĕ курăнми çунать (крылья) пулать, теççĕ; ун пек лаша питĕ шеп; ун пек лашана çывăрнă чух кинет (вдруг) тăратсан, вилсе каять, теççĕ. N. † Çил-çунатлă лашана тыткалама кайăк-чĕрелĕ çынсем кирлĕ уна. Регули 618. Лаша ман аттиран илни лайăх. Якейк. Лаша (или: ут) çавăрса кил. Подавай лощадь (напр., если она стоит под навесом). Ib. Лаша исе кил. Подавай лошадь (если её не надо повёртывать. Здесь говорят только: „ут кӳлес“, а не „лаша кӳлес“). Альш. Пӳрчĕсем хыçĕнче, пӳрчĕсемпе пĕр вĕçрен кĕлетĕ-лаççи, лаши-вити. ЧС. Пирĕн пĕр çӳрен лаша пурччĕ. Вăл питех пысăк марччĕ, хӳри кĕлте пек пысăкчĕ, чуманрахчĕ, анчах туртасран (что касается возки) хăй лавне урăх лашана туртма памасчĕ. Б. 13. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. (Послов.). Букв. Лашаран çӳлĕ, автантан лутра. (Йĕнерчĕк). Стал-Яуш. Унтан тата пĕр ватă çын пире каларĕ: кайса пăхăр лашусене, терĕ. Шурăм-п. 13. Танлашсан-танлашсан (поспорив), пĕри, апла пулсан, лаша урлă пуртă тытар! тет. Лешĕ: юрĕ, юрĕ, тытăпăр, тет. Лашана илсе тухрĕç те, каçанĕ урлă (через ее спину) пуртă тытрĕç. Çак çын чăнахах утă çăлса кайнă пулсан, лаши вилмелле, тенĕ. Анчах вилмерĕ. Утта вăл çăлман, такам ют çын çăлса кайнă. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре ялтан лаша кĕтĕвĕ хăваласа кайсассăн, çынсене ялтан вăрçа хăваласа каясса. Юрк. Ураписем пысăк: хăш урапине икшер, хăшне виçшер лаша кӳлнĕ. N. Пирĕн патра кирек хăçан та, каç пулсан, ачасем лашасем çитерме уя е вăрмана кайса выртаççĕ. Вишн. Лаша хăй çинĕ хăклăх анчах ĕçлемест. N. Вăл икĕ лашапаччĕ: пĕри хураччĕ, тепри хура турăччĕ. Мыслец. Лаша урлă алă парам! (Клятва, уверение). Сред. Юм. Лаша копарчи тесе, лашан кайри ôри тĕлĕнчи каçанне калаççĕ. Ib. Лашана илсе кил. Приведи лошадь. (Кӳлнĕ лашанах пăртăк аякрарахран илсе пыр, тессине калаççĕ). Ib. Лашана çавăрса тăратрăм. Я подал лошадь. Ib. Лашана çавăрса патăм. (Лашана пăтратса патăм, тессине: лашана çавăрса патăм, теççĕ). Тогаево. † Пирĕн лаши лашалла, ешчĕк çинчи çăмарта пек. Изамб. Т. Хăшĕ пысăк „лаша пусакан“ çĕççине сулланă. Иные потрясали большими ножами. СПВВ. Х. Лаша пӳленнĕ. Орау. Лаша çамрăк-ха, йăвăр ĕçпе ытла лутăрканать. N. Лашапа пыра-пыра илме хушать пулмалла. Видно велит приезжать за ним на лошади. Г. А. Отрыв. Çумăра хирĕç тăракан лаша çунатлă, тет. Сунчел. Ах, турă çырлах, лашисем, пĕккисенчен çӳлĕ пуçĕсем! К.-Кушки. Лашана тилкепе хур. Взвозжай лошадь. Якейк. Çынăн окçа сахал полсан, калать: паян пасарта пĕр лашалласкер тупса илеймĕп-ши, тет (купить бы мне какую нибудь лошаденку на эти деньги). N. Лашасемпе çӳремен. Не ездил на кормёжку. N. Лашана тыткалама (обращаться с лошадью) пĕлмес. N. Вăл лаша таврашне пырса çулăхман, çавăнпа лашан йĕркине пĕлмес (не умеет обращаться с лошадью). N. Вăл лаша таврашĕнче çӳремен (не обращался с лошадью). Çĕнтернĕ 44. Лаша тăрасшăнах мар, татса каясшăн. Пухтел. Лаша мурĕ (гов. о крутой горе). || Мерин. Слакбаш. Ку лаша-и, кĕсре-и? Это мерин или кобыла? N. Кастарнă лаша или хусах лаша, мерин. || Импотент. Городище. Лаша (= мерин) — мужчина, страдающий половым бессилием. Ib. Хĕветюка лаша тунă. Федора лишили опособности вступ. в п. сн. || Килевая кость. СТИК. Автан-чăххăн таçтĕлти шăммине лаша теççĕ. Арçын ача çав лашине çисен, ун лаши ывăнат, тет. (т. е. устает лошадь в дороге. Поверье). Изамб. Т. Чăххăн лаши пулат („кость между ног’’). Сред. Юм. Лаша (кость у птицы). У куриц, на нижней части тела, есть особая тонкая, большая кость, которую называют этим именем.
лашт
подр. быстрому и легкому раскалыванию или лопанью, иногда и другому быстрому, беспрепятственному действию. КС. Вут сыппине пуртăпа лартрăм та (рубнул), лаштах çурăлса карĕ (или: лаштăрах çурăлса карĕ). N. Пĕрре касрăм та, вут сыппи лаштах çурăлса карĕ. Чуратч. Ц. Иккĕ-виççĕ сыпрĕ, тет те, кун хырăмĕ лаштах çурăлса кайрĕ, тет. ГТТ. Çĕрĕк тавраш (гнилое дерево) çурăлнă чухне лашт! тăвать. Сред. Юм. Наткарчăк çине чĕлпи кĕл миххи яра пачĕ, тет те, Наткарчăк хырăмĕ лаштах çôрласа кайрĕ, тет. (Сказка). Ib. Мих лаштах кая пачĕ (упал с небольшой высоты). Ib. Мих орапа çинчен кая пачĕ те, лаштах çôрлса кайрĕ. Ib. Пăтратни çисен, лаша хырăмне лаштах ярать („показывает на увеличение живота“). СКАЗЗ. 43. Хыттăн кăçкăрса ярсан (Иван), попĕсем михĕсене лашт пăрахрĕç, хăйсем кăшт кăна йăванса каятьчĕç (чуть не повалились со страху). || И Карм. Юман шĕшкĕ сулхăнĕнче пушшех вăйлăланса çӳлелле лаштах хăпарса кайнă. Капк. Хăваласа çитсе, сенĕкпе лаштах (scr. лашттах, с эмоциональным удвоением) чиксе илеççĕ. || ГТТ. Пычĕ те вырăн çине лашт! (с лаб, „а“) выртрĕ (на мягкую постель, но не на тӳшек). Хрест. 1927, 359. Алăк патĕнчи кунтăк сакки çине, темскер ĕç туса ывăннă пекех, лашт! чăсăлса выртрĕ (он). || Альш. Хăнасене ăсатрăмăр. Чĕре лаштах кайрĕ; ирĕккĕн пулса юлчĕ пек. Кан. Чĕре лаштах турĕ (в особом значении). || Баран. З6. Хăй хуйхине курать те, пуçне лаштах усать. N. Аллисене лаштах ячĕ. Сунт. Шурă пуçне хуйхăпа лаштах усса антарать.
лентте
(л’эн’ттэ), лента. Альш. † Йĕпкĕн-хура шĕлепке таврашне йĕпкĕн-хура ленттесем тыттартăм.
листă
(л’исты̆), лист; кровельное железо. Моштауши. Хăшĕ тата: ялтаман пӳрт пек орăх ан полтăр, тенĕ пекех, питĕ лайăх пӳртсем листăсам витсе, сăрласа пĕтереççĕ. Синьял. † Лавккасенчи листине вĕçĕмсĕр витнĕ ан тийĕр; çак улахри хĕрсене вĕçĕмсĕр юрлать, ан тийĕр. Богдашк. † Листă-листă шурă хут, листи пĕтсен (когда будут исписаны) çырмана. || Сятра: листы̆ тэмэ̆р, листовое железо.
луш
попусту, напрасно. СПВВ. ФИ. Луш вăрçă шыракан çын. Изамб. Т. Лушах (-жах) кайса килтĕм (попусту). Фин. Луш çинченех (понапрасну) çынпа вăрçма, çапăçма тытăнать (пьяный финн). ЧП. Мĕн луш каяс юхма пасарне, кримски çĕлĕк илес çук! (вар. второй половины: кайăках та хăвисе, ай, çитмелле). СТИК. Мĕн луш çыркаласа аппаланса ларан, санран-и çырăва вĕренме? вăл ĕç пире килĕшмест (зачем тебе очень заниматься письмом). С. Алг. † Мĕн калаçатăр луш-напрасно, эпир савнă туспа саклаçнă. Ст. Шаймурз. † Мĕн кӳлес луш начар шур лашана? — çавăрса çапатăр пушăра; мĕн тăватăр луш начар тусăра? — яратăр ял çине ятăра (scr. йăттăра). Сенчук. † Хура вăрман хыçне хурт лартрăм: çӳресси инçе — луш лартрăм. От русск. ложь?
лăк
(лŏк, лы̆к), угол. ЧС. Кӳршĕ арăмĕсем аннепе пĕрле асаннене (умершую) шыва кӳртрĕç те, шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса, турă лăкне (в передний угол) хучĕç. Б. Олг. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ, яшă ачапа яшă хĕр, варла ачапа варлă хĕр. Ib. Пĕкĕ авасассăн (так!), лак кĕрет (шăтăк полат). Пшкрт. Пӳкĕ (= пĕкĕ) айнă (= авнă) чоня лăк кĕрсе („согнулась неровно, с морщинами“). || Б. Олг. Лăк çинче тытса тăрать. Шокляя çыхнă çип (сетка), тетелĕ манерлах.
лăка
(лы̆га), бодтать, мешать, взбить. Кан. Анне ясмăк çăнăхĕнчен кĕсел лăкаса пачĕ. Ст. Чек. Турăха кашăкпа лăкарăм (болтал). Календ. 1910. Пĕр-ик кашăк горчицă илсе, ăна пĕр-ик кашăк йывăç çăвĕ çине ярса лăкас пулать. Ib. 1904. Вара çав ватнă кĕрпене вĕри çу çине ярса лăкас пулать. || Творить (тесто). Изамб. Т. Каçхине чуста лăкаса лартаççĕ те, ул тепĕр кун ирччен йӳçет. Ст. Яха-к. Хĕрарăмсем çăварни кунĕ ирех тăрса, икерч пĕçерме пĕр-пĕр хуран çине, лĕпĕ шыв çине урпа çăнăхĕ е пăрçа çăнăхĕ лăкаса лартаççĕ. Яргуньк. Карчăкки килте икерч лăкарĕ, тет, кăнтăрла вутă хуттăрĕ, тет те, икерч пĕçерме тапраттăрĕ, тет. || Трясти, качать. Хурамал. Çĕре пĕчĕк юпа лартсассăн, ăна ачасем пырса лăкасан: ан лăка, теççĕ. Сред. Юм. Ачана пит лăкаса шăмми-шаккине ан ыраттар. Торп-к. Улĕ (сын его) вĕренне лăкарĕ, тет те, çичĕ ял çынĕсем ăна тортса хăпартрĕç, тет. Торай-к. † Авиç килет пирĕн ати, хура лашине сиктерсе, хура пĕккине лăкаса. || Орау. Çил тырра-пулла лăкаса кайни пурне те ларать-çке вăл (для всех убыточно). || Качать (о насосе). Пшкрт. Лăка (лы̆ҕа), качать насос; болтать (кисель). ЧС. Насусне кайран улттăн лăкаса тăраççĕ (на пожаре). || Болтать (в чём, где). ЧС. Шывран сĕтĕрсе кăларсан: хăстăр, тесе, çăварĕнчен хур-шăммипе лăкарĕç, çапах та хăсмарĕ.
лăп
(лы̆п), подр. хлопку (хлопанью, не сильному). Толст. Çуначĕсене лăп-лăп çапрĕ те, вĕçсе кайрĕ (ласточка). Шел. 48. Ĕнсе панчен лăп-лăп-лăп пĕрне-пĕри ачашлаççĕ (похлопывают). Б. Олг. Виç четверттаклăх тенкĕ (три четвертака) кăларса парчĕ, тӳртрен лăп-лăп-лăп! çапрĕ: торă полăштăр сана, ачам, слушит (-т’) туса килмешкĕн аçу-апу томне! Чăв. ялĕ. Пилĕк-улт ĕрет витсессĕн, виттине кĕреплепе тарăнрах тураса, урлă-пирлĕ улăмсене майлаштарса хураççĕ, çиелтен йăвăç кĕреçепе лăп-лăп çапса якатса хăвараççĕ. || Подр. реверансу. ЧС. Çĕн-çын (молодуха) вара лăп-лăп лапчăнать. || Подр. миганью. В. Олг. Лăп-лăп турĕ куçĕпе. || Как раз; точь-в-точь, ровно. КС. Лăп анчах тăрантăм. Только хватило на то, чтобы насытиться. Ib. Эп çитнĕ çĕре вăл та лăпах çитрĕ (подоспел). Ib. Лăп пĕр сахат. Ровно час. Толст. Çеклисене ункăсене (в кольца) лăп кĕрсе лармалла тунă. Чăв. йум. 1919, 19. Тапалана-тапалана мăй таран (по шейку) лăп кĕрсе ларчĕ. Ib. 26. Лăп çурçĕр çитсен, Атăлтан шыврисем (водяные духи) тухрĕç. Малт. шк. вĕр. фиç. 38. Иккĕшне те тӳп-тӳр кĕтес тусă, лăп вăта таран кукăртăр. Ст. Чек. Лăп выртат. Плотно прилегает. Якейк. Краççин(-н) панă чох вăл яланах лăп анчах парать (дает в обрез, лишнего не отвешивает и не недовешивает). НТЧ. Ĕне пăрулани лăпах пĕр эрне çитсессĕн, ирхĕне вут хутса, икерчĕ пĕлĕм пĕçереççĕ. Çутт. 114. Лăп кăнтăрла мĕлке кĕскелнине виçсе... См. в этом зн. шăп, лап. || Усилит. частица при образов. превосх. ст. См. лăп-лăпă. || Сразу, совсем, совершенно. N. Çил лăпах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Кильд. Ăша сăмах калинччĕ, ăшăм лăпах выртăччĕ (я успокоился бы). Малт. шк. вĕр. фиç. 70. Лăпах сӳнет. N. † Сарă та вăрăм хĕрсене çума тытса выртăттăм, хуйхăма лăпах пусаринччĕ. Кан. Çак çӳркунне кĕпере çуррине лăпах çурхи шыв юхтарса карĕ. Утăм № 1,26. Паян ир юман пуçне уснă, паян ир кашламасть кăлăххăн; ун çине шурă юр лăпах пуснă, ларать вăл авăнса тăлăххăн. Малт. шк. вĕр. фиç. 21. Лăп чӳкенмен шывра тĕпренчĕкĕсем витре тĕпне лараççĕ.
лăпăнчăк
(лы̆бы̆н’џ̌ы̆к), слякоть. Никит. Çĕре кĕрхи лăпăнчăк вырăнне шап-шурă юр хупларĕ.
лăпсăр
(лы̆псы̆р), подр. шуму оперения, косм, мохров, листвы, лохмотьев и т. п. Нередко имеет зн. прилаг. N. Хурчăкисем (ястреба) лăпсăр, лăпсăр, лăпсăр! силленеççĕ, тет. НТЧ. Вара сурхи лăпсăр-лăпсăр! силленсен, пусаççĕ те, какайне пĕçерме çакса яраççĕ. Ст. Чек. Лăпсăр-лăпсăр юртат. Качал. † Лăпсăр-лăпсăр тăман çăвать, тăман çăвать те, юр каять, пирĕн те каяс çитет пуль. (Солд. п.). ЧП. Лăпсăр-лăпсăр сĕлĕ кĕлти. Пазух. Лăпсăр-лăпсар çăпати кăçалхи çул тухса ӳкрĕ. Синьял. † Лăпсăр-лăпсăр апай пур. Тим. † Лăпсăр-лăпсăр хура арăм (хура хĕр), кил илемне вăл ярат. N. † Лăпсăр-лăпсăр хура хĕр, вăй илемне çав ярат. Альш. † Лапсăр хĕрлĕ (красный) тухьяна кам хапсăнмĕ тăхăнма? Турх. † Лăпсăр йывăçсен хушшинче тĕнче пуçлăхĕ çухалчĕ. || Подр. прекращению боли и успокоению, а также особому состоянию перед наступлением сна, когда человек перестает владеть собою. Сред. Юм. Ал çыхнине салтрăм та, лăпсăрр (-рр) карĕ (боль перестала). || Выр. полное наслаждение, спокойствие в предвкушении сна. Хурамал. Лăпсăрах ăйхăм килчĕ, пăртак выртса тăрам-ха! (= пит ăйăх килчĕ). Хĕн-хур. Анчах Ануш вăхăчĕ-вăхăчĕпе пит ывăннă: çавăнпа вăл, çывăрма выртсан, лăпсăрах кайса, ирччен пĕр вăранмасăр, вилнĕ пек çывăрнă. N. Унтан лăпсăрах ыйхи килсе, вăл пит хытă çывăрса каять.
лăпсăр-лапсăр
(-лапсы̆р), лохматый (также и о деревьях). Ст. Чек. || Безобразный, некрасивый; неряшливый, грязный, неопрятный. Микушк. Лăпсăр-лапсăр хупă лаç. Ib. † Лăпсăр-лапсăр хура арăм (некрасивая, чернолицая), кил илемне вăл ярать... Ib. † Лăпсăр-лапсăр хура хĕр, вăйă илемне вăл ярать. Кр. Чет. † Ах, ах, аххăм карти хыçĕнче лăпсăр-лапсăр хĕр ларать. Ib. † Лăпсăр-лапсăр хĕрĕсем (неряхи, растрёпы) ĕç ĕçлеме йорĕç-ши? Ст. Шаймурз. Лăпсăр-лапсăр кинĕм пур, килен-каян чуп-тăват. (Алă шăлли). N. † Лăпсăр-лапсăр лаçăм пур, лаçа кĕми çӳпçем пур. С. Дув. Лăпсăр-лапсăр лаççăм пур, лаç хыçĕнче çӳпçем пур. ТХКА 107. Хурине лăпсăр-лапсăр ускалать (птица). || Мешкотно. В. Олг. Мĕн лăпсăр-лапсăр ĕçлетĕн? Почему ты работаешь мешкотно?
лăслă
с хвоею. Ст. Чек. † Ылттăн лăслă чăршăн (= чăрăшăн), ай, тăрринче мерчен куçлă куккук, ай, авăтат. Ib. † Хура вăрман виттĕр эп тухнă чух ылттăн лăслă чăршă тĕл пултăм; ылттăн лăслă чăршăн çийĕнче пĕтĕм хура вăрман янăрат, эпĕр савнă туспа (вар. эпĕр тăванпала) юрланипе пĕтĕм аслă ăрам янăрат. Образцы 114. Хура вăрманпа пынă чух, ылттăн лăслă чăрăш тĕл пултăм.
лăсси
(лы̆ссиы), мочка, волокна. Янтик. Йăвăç тымарĕсем çумĕнчĕ вĕтĕ çӳс пеккисем пулаççĕ, çавна лăсси теççĕ. || Хвоя (у ели, сосны). Чертаг. Чăрăш лăсси. КС. Чăрăш лăсси тăкăннă (опали иглы). || Ветка хвойного дерева. Кан. Вĕсен йĕри-тавра, тата хушшине те, хыр лăсси (тураттисем) хумалла. КС. Пĕр лăссине хуçса кил-ха. Отломи-ка и принеси одну ветку (хвойного дерева). Ст. Айб. † Хура вăрман çунать, ай, лăссипе, çитереймерĕм (не успел) эпĕ парпала.
лăтăртат
(лы̆ды̆рдат), хрустеть (о снеге в тёплую погоду). КС. Çуркунне юр лăтăртатать. Орау. Ăшă чухне юр ура айĕнче лăтăртатса пырать, сивĕре шатăртатса пырать. Кн. для чт. 31. Шурă юр çул çине çăват, çуна айĕнче лăтăртатать. Слакбаш. Юра йăвалантарса чăмăртанă чух, вăл лăтăртатса пырать. Когда валяют из снега шар, снег хрустит. || Подр. шороху, когда проводишь шероховатою рукою по телу. КС. Тăкăскă (шероховатою) алăпа ӳте шăлсассăн, лăтăртатса шуçать. || N. Ăтăр пек лăтăртатса пырат (о походке низенького человека). См. латăртат, качăртат.
лĕмпĕртет
трястись (о почве). СТИК. Шурă мăклă çĕре хăш тĕле пырса кĕме çук, çĕр лĕмпĕртетсе тăрат (почва трясется). Ib. Мăнтăр çыннăн пит çăмартисем лĕмпĕртетсе тăраççĕ (щёки трясутся). Ст. Чек. Лĕмпĕртетсе тăрать. Шывран кăш кăна çăрарах япала кисренсе тăнине çапла калаççĕ (напр., о киселе). Абаш. Шорпа (по бологу) отса пынă чох, лĕмпĕртетет.
лĕпсĕрке
(л’ӧ̆псӧ̆рг’э, л’э̆псэ̃ргэ), лохматый, мохнатый, неуклюжий. С. Мокш. N. Кăмакара лĕпсĕрке упа ташлать. (Милке). Вопр. Смоленск. Кăнтăрла çитерехпе лĕпсĕрке (пысăк, хура, илемсĕр, чăмăркка капан пек) хулăм пĕлĕтсем тухсан, каçпа çăмăр пулать. Чув. пр. о пог. 167. Лĕпсĕркке пĕлĕт, мохнатое, размытое кучевое облако.
май
сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.
майра пушмакĕ
майра пушмакки, богинки. Юрк. † Хура вăрман витĕр тухнă чух майра пушмакма (так!) çухатрăм. || Назв. цветка: башмачок; лилового или желтого цвета, с пятнами; овальной формы с крышкой.
Макçăм
(макс’ы̆м), хр. имя мужч., Максим. Б. Олг. Альш. Макçăм, Макçимкка, Мяксăма (?), Н. Седяк. Макçăм макакак, хура чăххи какакак. (Насмешка над именем „Максим“). Ib. Макçăм, мана курсан, лапчăн! (То же). || Яз. имя мужч. Рысайк.
мамалла
неизв. сл. в загадках. Собр. Тӳп тӳпеле, тӳпеле, тӳпеле айĕнче мамалла, мамалла айĕнче пыйти. (Сӳс тӳни). Ib. Хутлă-хутлă хучала, хучала хуппи мамалла, урлă-пирлĕ кĕперлĕ, хура сăран атăллă. (Купăста пуçĕ).
мамăк
(мамы̆к), пух. Шибач. Хор мамăк (-к’). Пшкрт. Хор мамăк (-к), Шарбаш. Мамăк: 1) пух; 2) вата; 3) частицы, отстающие от пряжи во время тканья и падающие на пол. О сохр. здор. Тĕк-мамăк та çĕр мамăкпа тир тумтир майлах. Якейк. Мамăк пак çĕре ятăр? (Гов. об умершем). ЧП. Мамăк минтер. Ib. Мамăк тат. Кĕвĕсем. Тăваткăл та минтер, хăмаç пит, ялан шурă хурăн (гуся) мамăкĕ. С. Айб. † Мамăк калпак, ука ярапа, асăнать-ши туя каясшăн? Пазух. Хура сăрлă арча сакă çинче, мамăк калпакĕсем те, ай, тĕпĕнче. Н. Лебеж. † Чупа-чупа çырла пухрăм шур мамăк калпаксене туличчен. ЧП. Шур качака мамăксем. Ст. Шаймурз. † Тăваткăл та кĕççе, шурă кĕççе, пурте шурă качака мамăкĕ. АПП. † Машшинара мамăк тапаççĕ, пĕрчĕн-пĕрчĕн суйлаççĕ. N. Мамăкне çĕленĕ. Простегано. Кĕвĕсем. Шурă мамăк çиппи шур перчетке ялан сирĕн аллăрта куратăп. ЧП. Мамăк тӳшек, пуховая перина. || Деньги. СПВВ. МС. Мамăк — хур мамĕк = укçа; кун мамăкĕ пур-ши? теççĕ. || Кропило (церковное). Яргуньк. Мамăк шывĕ, „Святая вода“. || Вата. N. Мамăк хурса çĕленĕ (о стеганом одеяле). N. Мамăкне çĕленĕ (простегано), КС. Çĕр мамăк (–г’э̆, -к’), вата. Шибач. Çĕр мамăкĕ (-к’), вата. Череп. 'Чăн мамăк, вата. V. S. Çĕр мамăкĕ пирри, „бязь“. N. Хир мамăкĕ, чăн мамăк — вата. Туй. Эпир ларнă вырăна чăн мамăк шăтса тухтăр. (Мăн-кĕрӳ сăмахĕ, ăна вăл тухса кайнă чухне калат). Макка 19. † Сирĕн пӳртĕр пит шурă иккен, ăна чăн мамăкпа мăкланă. Н. Лебеж. Хир мамăкĕ', вата. Ib. † Çеçен хирĕнче хир мамăкĕ; пуçтарса илĕр, хĕрсем, мамăкне, авăрлаттарăр майорăн майрине, çыхтарăр Куртейĕн майрине.
ман
забывать. Шурăм-ч. Чаплăрах шкулăсенче вĕренекенсем хăшĕ хура халăха манайраççĕ, вĕсемшĕн пĕртте тăрăшмаççĕ. ЧК. Ялтан кăшт тухса кайнăччĕ, пирĕн йинкен çави маннă юлнă. Юрк. Çук, манмарăм, илтĕм, илтĕм! || Отвыкнуть. Чураль-к. Манасси манман та.
маркăмаш
мышьяк. См. наркăмаш. Чертаг. „Маркăмăш“ бывает; шурă, сарă, симĕс. Шибач. Маркăмăш — вĕлерет. Сĕт-к. Маркăмăш, яд (это ошибка; в нек. изданиях этим еловом обозначают даже животные и растительные яды, что, конечно, нелепо).
мартлат
недовольно фыркать. Пазух. Хура лаша хартлатрĕ, савни тути мартлатрĕ.
матур
(мадур), молодец, молодчина. К. Кушки. † Урлă кĕлет умĕнче ут кустарчĕç матурсем. N. Хăшĕ çиеле тухакан вăйçи (отличившийся перед прочим, победитель) вара матура тухать (считается победителем). Альш. Вот матур! епле пĕлтĕн (узнал) эсĕ ху ачăна? тенĕ те, ачине пăрса янă (отдал). N. † Пире çиекен пире те курăймаççĕ, хамăр матур — нимĕн те тăваймаççĕ. N. † Çумри юлташ матур пулсан, мĕшĕн хăрас аслă ялти куштантан? Чăв.-к. † Ачисем те матур, çĕрле çӳрет; пуçĕ çине шанат, хĕр тупат: Кан. Ку, матур ачи те, çĕр çывăрма пĕлмест! || Красивый, пригожий. N. † Мĕшĕн каяс пасара, матур явлăк илмесен? || Шибач. Матор (мадор), сильный, здоровый (крепкая вещь). Сред. Юм. Матôр — пôлатна çынна калаççĕ. Бюрг. † Матурах çуралтăм эпĕ; мухтавлă ӳсрĕм. || Ловкий, solles. Фин. Пуринчен ытла финн халăхĕ тимĕрçĕ ĕçне ĕçлеме матур пулнă. || Хороший. N. Пирĕн ялти ĕçсем авă епле матур, йĕркесем епле аван. Чист. Матур лаша, хорошая лошадь. || „Мелкий торговец из русских, разъеажающий по деревням“. Микушк. † Хура сăран çинче матур манит (рубли) суйлат (разбирает, выбирает).
матка
матица. Бюрг. Матка çинче хура таракан курăнсан, мĕн те пулсан усал ĕç пулать, теççĕ. Рак. Андрей шалта, пуç тулта. (Матка пуçĕ). N. Мачча каштине урăхла матка теççĕ. Пӳртĕн пĕр матка пулат; вăл урлă выртать.
маттурлан
делаться молодцом и пр. Ск. и пред. 13. Хура вăрман сывлăшĕпе маттурланнă каччисем.
машшина
поезд, особенно — паровоз. В Тюрл. удар. на „и“. || Пароход. Альш. † Шурă Атăлпа юхса килет ешĕл пуçлă машшина. || Горелка лампы. Шибач.
мел
(мэл’), способ, сноровка. Кн. для чт. 158. Вĕсене çынсем илсе ан кайччар тесĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ мел тупать. Ib. 142. Пире пур ĕçре те мел кирлĕ. Ib. Курак, вăйпа ĕçеймесĕр, ăспа ĕçме мел тупать. Чăв. й. пур. 32. Тата хăй ăçта сутă тума хăтланса, ăçта çип пĕвеме, хăй пĕлмен ĕçе тытăнса, хăй меле пĕлмен пирки (не имея сноровки), юлашкине те салатса пĕтернĕ (расточил). Сред. Юм. Мел пĕлсен, кирек хăш ĕç те ансат. Кильд. (Тет.). Ах, тантăшçăм, теп, пĕрех чунçăм, пĕрле пуранмашкăн мел кирлĕ! Альш. Мел пĕлен пурне те тăват. Знающий сноровку всё сделает. Ib. Кĕрешме мел пĕлет. Рук. календ. Прокоп. Пĕр мелне вĕренсе çитсен (если раз...), хурт тытасси нимен те мар (очень легко). В. Шинкусы. Эпир ăна епле пăрахма (т. е. деньги, çул хĕрне) мелне те пĕлес çук. (Пăсташ). N. Кайран, ку мелпе улталайманнине кура, хăратма тытăнчĕ. Чăв. й. пур. Ăна вĕлерес тесе, шухăшласа çӳренĕ, анчах ниепле мел тупайман. || Приём. Альш. Йăкăп-йăкăл! шуса кăна пыраççĕ хĕрсем урайĕнче: аллисене капла, аллисене çапла тыта-тыта çаварăнаççĕ. Пур мелне те иккĕшĕ пĕр вăхăтра тăваççĕ. || Чăв. й. пур. 7. Ку ĕç сирĕн пĕртте меле килмес. Это ваше дело — негодное. СПВВ. Ĕç меле килмес (не ладится). || Возможность; удобство. Ст. Чек. † Тимĕр-кавак лаша, кăтра çилхе, мел килмерĕ (не было возможности) тытса утланма; çавă Аслаксу (= Аслă-Аксу) хĕрсене мел килмерĕ тытса чуптума. (Çамрăксен сăвви). Сред. Юм. Мел пôлсан, çавăн чôл çиленнипе мана тем туса пăрахĕччĕ те ô; мел çôк та, ним те тăваймас. Ib. Мел пôлсан, çĕр тепнех анса кайăттăм! (от стыда). Н. Шигали. † Хура вăрман урлă каçнă чух, мел килмерĕ çăка касмашкăн. С. Дув. † Тата кунтан ытла мĕн кирлĕ? Сарă çу пек ирĕлме мел кирлĕ. Юрк. Укçа тĕлĕнче тапратса калаçма мел килмерĕ. См. Paas. 85.
мемме
(мэммэ), хлеб, пища (детск. сл.). Альш., Завражн., Тюрл., Хурамал. СПВВ. ИА. Мемме; пĕчĕк ачасем çăкăра мемме теççĕ. Вомбу-к. Анат енчисем ирпе тăраççĕ: анне-е-е, анне-е-е! мемме пар-ха! тесе калаççĕ, тет; турисем тăраççĕ те: апа-а-ай! аш пар-ха! тесе кăлаççĕ, тет. Питушк. Мемме çиятни? (çăккăра калать). Сред. Юм. Мемме: пĕчик ачасĕм хура çăкăра çапла калаççĕ. N. Мемме, 1) так передразнивают более слабого в работе; 2) детское название хлеба. Нюш-к. Мемме — еда (детск. сл.). Н. Р. Роман. Мемме, „соски“. || Сласть.
мерчен
(мэрζ’эн’, мэ̆рџ̌эн’), первоначально — коралл. || Янш.-Норв. Мерчен — бусы с весьма крупную горошину или даже больше повидимому, из глины бурого цвета; сверху — слой красной краски. Коралл. Зап. ВНО. Мерчен — коралл. Ӳпке мерчен, крупный, величиною с орех, мягковатый и упругий; чăн мерчен — мелкий коралл красноватого цвета. Собр. † Хăпарайтăм çӳлĕ ту çине, ярăнтăм Мерчен хулине (вар. ярăнайтăм мерчен лавкине), хушрĕç мерчен суйлама. Янтик. † Тарăн шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, сакăр пĕрчĕ мерчен пур, тесе. Н. Седяк. Мерчен, жемчуг, яхонт. Мошкоа. † Олăхрăмĕ-çке Мерчен, ай, хулине; мерчен хулисенче чăн мерчен çук. Кугульм. † Чăн мерчентен хула çавăрни çук (не строят). Алших. † Суйларăмăр утсене кайри ури сакăлне... (пропуск) тантăшсе хура мерчен куçлине. Ib. † Мерченме шыва ярас мар, мерченме сая ярас мар. Кан. Çиетчĕç халăха мерчен пек куçсем. N. Увăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай, чулĕ мерчен. N. (Хапханăн) çийĕ шăвăç, юпи мерчен. Кильд. (Тет.). † Чӳречĕрсем çинче виç мерчен, хăçан ярăм пулса тăни пур? Ib. † Пасар, пасар витĕр çӳрерĕм, пĕр. сапаклăх (на одну кисточку) мерчен тупмарăм. Сунчел. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. Ст. Чек. Мерчен куçлă куккук [„(мерчен —) драгоценный камень = хĕрлĕ хаклă чултан тунă шăрçа“]. Микушк. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе хурамаллă (поросший вязами) улăх ян каят. Т. VI. Мерчен куçлă куккук. (Из наговора. Тюрл.). М. В. Васильев. Мерчен шăрша — хĕрлĕ шăрша (авалхи). Сред. Юм. † Пичче хапхинчен кĕнĕ чôх мерчен сапса кĕтĕмĕр. Альш. † Иç каймăттăм пасара, ахахпа мерчен йыхăрат. Буин. † Тарăн шыва кĕтĕм: тарăн, тесе, вуникĕ мерчен пур, тесе. N. Мерчен — йăлтăрка шăрçа. Сунчел. † Тӳрече çинче ларакан хăй та (так!) мерчен çуха юсакан. || ПВЧ. Йĕс мерчен пек („подобного медному бисеру“) савнине асăнман кун иртмерĕ. См. кăркка мерченĕ. || Яз. Имя женщ. Т.-Е.-Шем. Мерчен (мэрζ’эн’). || Фамильное прозвище. Ст. Чек.
меслет
(мэсл’эт), способ, средство. Сам. 10. Çынна пĕтермешкĕн меслет тупнипе... мухтанать. СТИК. Чиртен сывалма меслет пĕлсен, пире лекĕр те кирлĕ мар. Сборн. по мед. Çав майпа чечеке (оспу) пĕтерме меслет тупăннăшăн Дженнер пит савăннă. СПВВ. Меслетне пĕлет. С. Арабоси. Ашне илсе кайма меслет пулман. Сборн. по мед. Вара хура халăх, янавар, чирĕсенчен сыхланма е вĕсенчен сывалма меслетсем пĕлмен пирки, вĕсем çинчен вĕреннĕ ăслă çынсĕнчен мĕн тумаллине канаш ыйтса пĕлме хăранă пирки, темĕн чухлĕ вилет. || Сноровка. Стюх. Баран. 126. Меслет пĕлмесĕр, чăрсăр хăтланакан кайăкçă, упа хыççăн çӳресе, час-часах пуçне те çиет (погибает, сам себя губит). Çĕр ĕçлекен. Меслет, сноровка, умелое действие. || Власть, воля, склонность? || Дело; сподручность. Изамб. Т. Епле меслетпе килтĕн? По какому делу ты пришел? Ib. Хăçан та пулсан ху меслетӳпе пыр (когда будет сподручно). || Истор. 223. Федор вилчĕ, тепĕр патша кĕриччен, пĕр меслете (= вăхăта?) ĕçсене туса тăма аслă улпутсене хушăр: вĕсене итлесе тăрăпăр, тесе, причак çийĕр, тенĕ. См. Paas. 85, 86.
месчи
искаж. сл.? Н. Лебеж. † Пуян хĕрĕйĕн саппунĕ шурă çитса, саппун вĕçне янă сарлака сарă линт(т)а, сар (месчи) çине (чит. сар çине?) çĕленĕ çичĕ хут линт(т)а.
мынча
(мынζ’а), баня. См. молча, мунча. Изамб. Т. † Тăрсăр мынча тăррине тапнă тухнă вĕлтĕрен. Ib. Мынча пулни-ха? Истопилась ли (готова ли) баня? Ib. Мынча пултартăн-а? Истопила ли ты баню? Ib. Чăвашсен мынчи хура пулат (топится по-чёрному).
мим-мим
подр. жужжанию мух, жуков и др. насекомых. N. † Мим-мим! шарт-шарт! лупас айĕнче кат-кат! Тăрин-тăрин тăрнисем; хутаç-хутаç пăрçа курсан, кăшкăраççĕ тăрнасем. || Дудка из камыша. Paas. Нюш-к?. Мим-мим – дудка(?), (шурă чечек вуллинчен).
минтер
(мин’дэр, мин’д’эр), подушка. Юрк. Калăм кунĕ чи малтан пырса кĕрекен çынна, йыхравçа, сĕтел хушшине, сак çине, минтер çине, çатма çимĕçсем çиме лартаççĕ. N. Кăмака çине тăваткăллă мамăк минтер хураççĕ, çав минтер çине пăтăлă чашка кашăкĕсемпех лартаççĕ; чашкă айне, минтер çине, шурă сĕтел çитти сараççĕ. Хурамал. † Мамăкран минтер хăпартрăм, хĕр кут айне ӳкертĕм. Ст. Шаймурз. Килчĕ хăна, килчĕ хăна, минтер хурса çитереймерĕм. (Пӳрт мăклани). Сред. Юм. Хĕрсĕм чӳрече панче илтелесе тăнă чôх минтерпе сак çине çапсан, илтелекенсĕм хôлхасăр пôлаççĕ, тет. (Поверье). || Ст. Чек. Çил арман валин айĕнче минтер. См. çытар, çăтар.
минтер пичĕ тĕрри
назв. узора на наволочках. Сред. Юм. Минтер пичĕ тĕрри тесе; минтер пичĕсем валли пысăк куçлă тĕртекен тĕрре калаççĕ. К.-Кушки. Минтер пичĕ тĕррин: кумми — 1 мăшăр шурă, 11 мăшăр хĕрлĕ, 2 мăшăр кăвак, 3 мăшăр шурă, 2 мăшăр кăвак, тата 11 мăшăр хĕрлĕ, 1 мăшăр шурă, тата 10 мăшăр кăвак, 4 мăшăр хĕрлĕ, 10 мăшăр кăвак. Ураççине кумми пекех ывăтнă (соткан).
мишер
(мижэр), мишарь. Юрк. СПВВ. ГЕ. Мишер — тутар (это, неверно). Т. Григорьева. Мишер ларнă вырăна саваламасăр ан лар, теççĕ. Ст. Шаймурз. Мишер ларнă сакка саваласа ларма хушнă. (Старые пословицы, характеризующие взаимоотношения народностей в прошлом). N. Хăш-пĕр çĕрте тутарсене мишертеççĕ. Ib. Мишер пек хăпарсах ларнă-çке эсĕ! Ib. Ай-ай эс çемçене (роскошь) юратан, мишер пек! Кубня. Начар мишер кĕтӳ хăвалать. (Шăна). Юрк. † Илĕр тухăр пасара, сутăр ярăр (еĕ) тутара; тутар илмин, мишере. || Назв. двух чув. селений в Чув. Респ.: Мишер — Мишары, в Татаркас. р.; Мишеркасси – Мижар касы, в Кр.-Чет. р. Возможно, что население этих селений раньше было мишарское. Необходимо обратить внимание на следующее: к названию мишарских селений часто прибавляегся определение „мишер“, при чем не перед названием, а за ним; напр.: Татарская Бездна — Паснапуç-Мишерĕ, Татарские Ишли – Ишлĕ-Мишерĕ, Татарские Сугуты — Сăкăт-Мишерĕ, Татарские Убеи – Упи-Мишерĕ, Каракитаны — Хура-ката-Мишерĕ. В названиях же русских, чувашскнх и мордовских селений такая конструкция не наблюдается. Так, употребительно: Чăваш-Ишли – Чувашские Ишли, Ирçе-Тĕкки — Мордовские Тюки, Чăваш Сăкăчĕ — Чувашские Сугуты. || Назв. речки. Чуратч. || Назв. урочища (оврага) около с. Чуратч. Ц., где по рассказам, был убит татарин.
мул
мол (мул, мол), деньги, клад, богатство, имущество. Менча Ч. Мул тусассăн, мул тытмашкăн мул перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). Микушк. Мул, богатство, заключающееся в деньгах. Изамб. Т. Унăн мулĕ пысăк (много денег). Слеп. Мол петне (= патне) мол хошма патăр. Çорт петне çорт хошма патăр. Альш. † Çак хуçанăн пуянне, мулне сума (сосчитать) килтĕмĕр. Сорм-Вар. Ывăлĕ, килне кайса, аслă ашшĕне сурăхсене те пачĕ, мулне те пачĕ. СТИК. Ĕлĕк укçасене панка (паша) мĕне хура пĕлмен, теççĕ ват çынсем; ĕлĕкхи çынсем, вăрласран хăраса, укçисене ниăçта хура пĕлмесĕр, кăкшăмсем çине хурса, çĕр айне пытаратчĕç, тет. Укçан хуçи, çухатсан, вăл усала ерсе, темĕскер пулса çӳрет, тет. Пĕрре çапла пĕр хĕрарăм çырмара кĕпе çуса тарат, тет. Ун патне пĕр хура кушак пырат, тек шăлкăнат. Ку арăм кушака хăвалат, хăвалат — каймаст; вара кĕвентепе пат тутарат та, кушак, чанкăр! туса, укçа купи пулат тăрат. Н. Тим. † Шурă хута хутласан, мул пулмĕ. Богдашк. † Атте-анне йĕрет хăй мулĕшĕн, эп(ĕ) йĕретĕп хамăн çамрăк пуçăмшăн. N. Ĕçлесен, сума мул пулĕ. Чăв. й. пур. Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă. Собр. Хусан çырми шур çырма, шур çырмаран мул тухать. N. † Лавккаран супăне иле-иле, атте-анне мулне эп пĕтертĕм. Ст. Чек. † Ырă ут умне хурсассăн (утă), алсипе-алсипе вăл çийĕ, алси тулли мул юлĕ. („Образное выр.: „алсипе“, как будто во время еды конь выплевывает деньги; в действительности „ырă ут“ дает „алси тулли мул“ после продажи: алсипе-алсипе ырă ут çисе ярĕ те хăне мăнтăрлатса сутсаи, „алси тулли мул хăварĕ“).
мулла
(мулла), мулла. ЧП. Мулла пуçне мур кĕтĕр! Собр. Хура хуран пек, ешĕл сухан пек, ларат мулла пек, кăшкăрать шуйттан пек. (Чакак). Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ (так напис.) мĕн çӳлĕ мечĕт. ТММ. Пуçĕ тура пек, хӳри çурла пек, кăшкăрать мулла пек. (Автан). N. Мулла хĕрин те хăш чухне айăпĕ пулать, теççĕ ваттисем. Юрк. Кăсем çапла сасартăк ыйта пуçланипе, хай мулли, хăранипе, нимĕн калаçа та пĕлмест. || Жрец. Моркар. Авалхи чăвашсен хальхи поп тавраш вырăнне кашни ялта тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă; ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахаль çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Султангул. Ларат мулла пек, кăшкăрать шуйттан пек. (Çăхан). Тюрл. Сăра чӳкленĕ чохне молла (молла) полнă, вăл каласа ларать. См. Магн. М. 13, 30, 32, 57.
мункаç
(мунгас’), повидимому, заяц. Н. Карм. Сан мункаçу та куян тытать (рăскаллă çынна калаççĕ). Что такое „мункаç“, здесь не знают. Ст. Шаймурз. † Ырă пурсуйна хире ертсе ан тух, шурă мункаç пуçне çухатăн.
мот-çырли
(-λиы), черника. Çĕн-Ял (Чеб. р.), Вомбу-к. См. хура çырла.
мутă-çырли
то же, что мот-çырли, черника. Çамр. Хр. Мутă-çырли (хура çырла).
мăй
(мы̆j), шея. Изамб. Т Старик, урапа çинчен пăтавккине вăрлăх тултарса, мăйĕнчен çакăрĕ (= çакрĕ) те ана пуçне кайса тăчĕ. Çутт. 36. Эпĕ мăйран (на шею) хутаç çакрăм. Сред. Юм. Ăсĕне пôринне те мăйĕсене касса татнă. Им всем отрубили головы. Якейк. † Ати мăйĕ холăм, тесе, кульлян (ежедневно) чопрăм холая (= холана); салтак каймас (= каймастăп) поль, тесе, салтак туса, ай, ячĕç! Ib. Мăйĕ кĕпе çохави çине тохса кайнă. У него шея складками (от толщины). N. Мăйран çакма тытăнчĕç (вешать за шею). Орау. Ан чĕн (молчи), атту мăйна пăрса лартăп (сверну шею, голову). Сред. Юм. Мăйран пуссан та, халь параймасп (= параймастăп). Хоть зарежь, а теперь заплатить не могу. Ib. Пит çылăх пôлат, тессине: мăй таран (по шею) çылăх пôлать, теççĕ N. Ачасене вĕсем мăйĕсенчен çака-çака вĕлернĕ. Юрк. † Каçхине те выртрăм, тĕлĕк куртăм: мăйма (= мăйăма) хура çĕлен (гадюка) явăнчĕ. || Шейка, горлышко сосуда. N. Кĕленче мăйĕ.
мăй-пăран
(п̚ы̆ран, с очень коротким ы̆), мăйпран, кривошейный? Собр. Пĕр карта сурăхăм пур, пурте мăй-пăран. (Кукăль). || Маленькая птичка (чăлт-шурă, уласкер, уйăп манерлĕскер Пи-пи-пи-пи! тет. Гнездо связывает конским волосом — хĕлехпе). Нюш-к. Мăй-пран, птица. Ib. Мăй-пран: мăй-мăй-мăй-мăй! тесе авăтать. Мăй-пăран шупчăкран (= шăпчăкран) кĕлт çеç хĕрлĕрех; пысăкĕш шупчăк пекех.— Мăй-пăран авта пуçларĕ, ăшăтать ĕнтĕ, теççĕ. Çерçирен кĕлт тĕттĕмрех. Собр. † Пăй-пăй! мăй-пăран; мăй-пăранăн виç чĕппи виç йăва çинче, лараççĕ. Сред. Юм. Мăй-пăран алтать (поёт. Пĕчик çерçи пик кайăк; ô çôркôнне, чисти йôр кайса пĕтсен тин килет те, йăвине юпа хăвăлĕсене тăвать). Ib. Мĕн... мăй-пăран пик мăйлатан! (Пит çинçе саспа йĕрекен ачасене çапла калаççĕ). Разг. С. Мих. 39. Мăйпран („малиновка“): мăй-мăй! тесе кăçкăрсан: ака патне тохас вăхăт çитрĕ, тетчĕç. || В перен. см. — человек, недовольный чем-нибудь, напр., раздачей подарков и пр. Зап. ВНО. (Буин.). См. пăй.
мăйрака
(мы̆jрага), рог. Изамб. Т. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ-çыннан çавăнтах çамкине темĕн пысăкăш майрака ӳссе тухать. НИП. Вăкăр мăйракипе тăпра чават та, тăпри хăй çине ӳкет. (Послов.). Кан. Сылтăм мăйракинчен çавăрса илсе, шанкăрав çакса янă. N. Эпĕ, ăна кĕрсен (когда опамятовался), пуçа тытса пăхрăм та, ман çамка çинче мăйрака пек шыçса ларнă (т. е. вскочила шишка). Чĕр. чун. яп. й. к. пур. 18. Унăн (у черепахи) кĕлетки пур енчен те мăйрака йышши япалапа витĕннĕ. || Стручок ceratonia. Мусирм. † Хура-хура, тиеççĕ,— мăйрака хури çапнă ăна („говорят с любовью“). || Хохолок у птиц. Изамб. Т. Тетерлĕкĕн (у пигалицы) мăйраки пур. || Рожки на переду саней. КС. Мăйрака, рожки у саней. Сред. Юм. Çôна мăйраки. || (Всякая) улитка. Н. -Троицкое. || Рог у пузыря (муз. инстр.). Нюш-к. Шăпăр мăйраки (или: какри). || ЧС. Хура-мăйрака, стручки ceratjnia siliqua, рожки.
мăк
(мы̆к, мŏк), мох (раст.). Пазух. Пĕрене пуçне мăк шăтнă (появился), шăпчăк йăва çавăрнă. ТХКА 111. Пӳрт лартнă чух мăк кăларма Ĕнлет шывĕ хĕрне Атăл урлă кайсан... Ст. Шаймурз. † Шурă мамăкпа (вата) мăкне мăкларăм.
мăкăр
(мŏгŏр), бугор, холм на поле, возвышенность, выступ, шишка. ГТТ. Лашасем çитерекен тӳрем çĕрте мăкăр пур, çавăнта курăк пит лайăх пулать. Сред. Юм. Чôхăн çôл мăкри (насыль). || Выпяченный, неровный, бугорком. N. Мăкăрăлса тухнă япалана калаççĕ: мăкăр, тесе. Ст. Чек. Мăкăр (мы̆гы̆р) туталă, с выпяченными губами. Вĕлле хурчĕ 8. Питĕрсе лартнă çӳрисен хупписем (пичечĕсем) пурте мăкăр, тикĕс мар пулсан, пуринчен те сăрă (трутни) анчах тухмалла. || Назв. селения. Юрк. † Ман çийĕмри шурă кĕпе тăрăх-тăрăх хура аннă, эпир капла çӳреннисем Мăкăр енне хурăннă (нас сочли грязными, нехорошими, подобно жителям дер. Мокры).
мăнтăр пусма
назв. ткани. Ст. Чек. Мăнтăр пусма — анĕ икĕ шит, çаптăркка пек, хĕрлĕ, куçĕ хура.
мăнтăр пĕлĕт
кучевые облака. Юрк. Атăл енчен çилпе мăнтăр пĕлĕтсем тухсан, çумăр пулать. СТЕК. Мăнтăр пĕлĕт; хулăн шурă пĕлĕтсене мăнтăр пĕлĕт, теççĕ. Ib. Мăнтăр пĕлĕтсем хăпара пуçларĕç. Çумăр пулат пулĕ, теççĕ.
мăрлат
мурлыкать; ворчать (о кошках и собаках). Сред. Юм. Йытă мăрлатать. Ib. Вĕсĕн йытти пит усал, иртсе çӳренĕ чухне те пĕрехмай мăрлатса выртать. Ib. Кôшак мăрлатать. Ib. Кошак ачисĕмпе мăрлатса выртать. Ib. Иккĕш пĕр тĕле пôлнă та, кôшак пик ахаль мăрлатаç: мĕн çитмĕн-ха сире тăта. Ск. и пред. 15. Çав сĕтелĕн айĕнче хура кушак мăрлатать. Ib. 8. Хăй çăнăхлă тумтирне çапкаласа мăрлатать.
мăрья
дымовая труба. СПВВ. ИА. Шурă пӳрте мăрья тăвăççĕ.
мăрт
подр. фырканью (смех). N. Çимпир котлăх мăрт! турĕ. Никит. † Марье тути мăрт турĕ, Иван тути йăл кулчĕ. Байгул. † Чĕн тилпеке шартлатать, хура лаша хартлатать, хĕрсен тути мăрт тăвать. || Б. Олг. Çын çиленсе ларат çын çине: тотине мăрт туса ан лар, тет. Çын çиленсен тотине мăрт туса ларат. N. Тутисене мăрт тытнă.
мăртлат
фыркать, дуться. N. Хĕрсен тоти мăртлатать (от недовольства). СПВВ. Х. Мăртлатать — образное изображение йăлăнтарать, обижаться. Арçури. Хура вăрман хумханать, хура лаша хăртлатать [чĕн тилхепи шуртлатать, хĕрсен тути мăртлатать]. || Ссориться, вздорить. N. Мăртлатса илтĕмĕр, повздорили. N. Мăртлатса çӳрет-вăрçса и т. д.
Мăстай-кĕлли
назв. урочища. НИП. Мăстай-кĕлли Кив-Ӳсел панче. Унта шур лашапала шур тумтирлĕ çын хĕçпе пăшалпа курăнат, ылттăн йĕнерпе, теççĕ, Мăстай-кĕлли питĕ чаплă кĕлĕ пулнă, хăраса пурăннă чăвашсем. Пĕр чăваш хурăнĕсене касрĕ те, вилчĕ; çав вĕлерчĕ, терĕç вара. Ib. Мăстай кĕлли — Кив-Ӳсел патĕнче тĕлĕкре шурă лашапа йĕнерпе курăнат. Ăна хăшĕ: хусах пулнă, теççĕ, хăшĕ: мăкшă пулнă, теççĕ. Унăн хурăнĕсене нумай пулмаст касса пĕтерчĕç, тет.
мĕн
(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ пол’ы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— н’имдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).
Мĕтри
яз. имя мужч. Рысайк. || Хр. имя имя мужч., Дмитрий. Н. Седяк, СТИК., Альш. Н. Седяк. Мĕтри мĕтĕртĕк, хура лаши тапăртăк, такана хырăмĕ банк! (Насмешка).
юри
йори, (jуриы), нарочно, нарочито. Синьял. † Шурă кăçат тăхăнтăм, юри таптаса хуратрĕç; яштак пĕвĕм ӳстертĕм, юри сăмах кăларчĕç. Юрк. Эпĕ ăна юри хам çумма кăсьене илмерĕм. Н. Тим. † Юри карăм пасара, çичĕ пуслăх йĕп илме. Тогаево. † Юри килтĕмĕр юрлама, ӳлĕм килĕпĕр пуплеме. Макка. 24°. † Юри каласа, атă çĕлетрĕм, уяв кунĕ тăхăнса çӳрес пек. Регули. Вăл йори мана çапрĕ. Изамб. Т. Юри пĕлсе тийĕн (как будто зная), эпир иксĕмĕр те кĕççатă, кĕрĕк тăхăнса тухрăмăр. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 27. Çак асăннă чĕрĕ чунсен тирĕ тĕсĕсем пурин те, юри тунă пек, çавăнти тăпра тĕслĕ шупка-сарă. Ст. Чек. Юри-ятне = ятарласа. ||Не серьезно, в шутку. Эп-ăна юри çыртăм. 1. Я написал это нарочито (consulto). 2. Я написал это в шутку. Ib. Вăл юри каланă. 1. Он сказал нарочито (consulto). 2. Он сказал в шутку, не серьезно. Килд. Юри-кăна хăтланат. Только так делает.
юрăхлă
(jуры̆хлы̆), годный. Юрк. Ытти çынсенĕн ачисем ăна пăхнă çĕрте (в сравнении с ним) суха сухалама анчах юрăхлă пулнă (были годны). Ib. Хулара пилĕк-ултă çул вĕренткелесе, ăна, ачасене вĕрентме юрăхлă туса (сделав годным в учителя), яла вырăна яраççĕ. Ib. Ку тĕнчере турă пиртен, тутарсенчен, пуçне хăйне юрăхлă таса ырă çынсем тупман. || Порядочный, хороший. Чăв. й. пур. 30°. Нихăçан та çын пек юрăхлă апат çимен. || Зажиточно? Хыпар № 47, 1906. Вăл школасенче те юрăхлăрах пурăнакан хура халăх ачисем пит сайра хутра анчах вĕренкелеççĕ.
юркан
одеяло? (тат. jурђан). Юрк. † Анне мана çуратрĕ, шурă юрканпа чĕркерĕ.
юс
йос, (jус, jос) назв. животного: горностай; ласка. Возможно, что некоторые, по недоразумению, называют этим именем и др. животных. (По словам Д. Ф. Филимонова живет вблизи строений. Однажды его поймала кошка). Панклеи. Тилĕ тытакан йыти пор, йос тытакан кошакки (у богача). Чутеево. «Юс ― белый (маленький); черный (большой) зверь». Бгтр. Юс ура урлă каçса кайсассăн, ура хăрать, тет. Если юс перескочит через ноги, то, говорят, нога высохнет. (Поверье). СТИК. Капан айĕнчи юс, пĕр тухат та пĕр кĕрет. (Манка тухни). Ib. Капан айĕнчен юс пăхат. (Ачанăн манки тухса тăрат). Ib. Юс пек, хитрый, юркий (чел.). Н. Седяк. Юс — ласка. См. ечче юс. Шурăм-п. № 27. Кил-çурт патĕнче, картара, витере-мĕнте юс пурăнать пулсассăн, лайăх вара. Кил телейлĕ: вут-кăвар тухмасть, выльăх-чĕрлĕх лайăх пурăнать. М. П. Петр. Юс — горностай. Макс. Чăв. к. I, 77. Приюмран таврăннă чух та шур юс йĕрĕ йĕрлеççĕ (следят?). Ст. Чек. Юс — истребляет мышей; менее ценная шкурка, чем у «чăн юс». Нюш-к. Юс ― белый, тоньше крысы, длиною более четверти. А. Турх. Юс кушакран пĕчĕкрех; урисем кĕске; çĕр çумĕнчен юхса пынă пек вĕтĕртетсе пырать. Вăрăм, çинçе, çинçе мăйлă, шĕвер, вăрăм сăмсаллă: хӳри вăрăм; хĕлле шурă пулать, çăвла сăрă пулать. Хирте пурăнать. Час вилмес; пуçне тимĕр кĕреçе çумне çапса çĕмĕрсен те, час вилмес. Шăршлă. Тирĕ 10-25 к. Хомяк пуль, теççĕ. Кубово. † Хура вăрман витĕр çичĕ хут тухрăм, хура хӳрелĕ шур юс курмарăм. Сёт-к. Петĕрĕн лаши йос пак пырать. Лошадь Петра идет кав ласочка(?). Козыльяры. Юс çĕрте çӳрекен кайăк; ун хӳри вĕçĕ шурă, хăй курпунтарах. Н. Карм. Юс (хӳри вĕçĕ хура пулать, чуть-чуть-кăна; хăй хĕлле шурă, çулла сăрă). Б. Олг. Йос — шорă, хӳри кĕтĕк (большой зверь).
юсан
йосан, (jузан, jозан), поправляться, исправляться, одеваться, охорашиваться, наряжаться. Ст. Чек. Юсан, одевайся (прилично). Чăв. й. пур. 22°. Мухтанма, юсанма (наряжаться) пĕличчен, ĕçне тума пĕл. Бур. Юсанăп, = писенĕп, çулталăксăр тапранмăп. (Ыраш калчи). Лебеж. Хĕлĕн-çăвăнь, юсанĕ, çийĕнчи тумтирне (scr. тумтирине) пăрахмĕ. (Хыр). Зиму и лето будет нарядным, а одежды своей не скинет. (Сосна) Юрк. Кăвакал юсансан, çанталăк сивĕтет. Если утка будет охорашиваться, это к холоду. Т. IV. Хур юсансан, çанталăк ăшăтат, теççĕ. Если гуси будут охорашиваться, это к теплу. Эпир çур çĕр-шыв. 11. Пирĕн хура пӳрт хальхи кил-картийĕ варринче ларать-чĕ. Унтан пирĕн урам планпа юсанса лараччĕ. (ларчĕ?). || Выздоравливать. Начерт. 93. Йосанас, выздороветь; рассчитаться. Якейк. Ăвăлна пусса парсан, арăмă йосанать. Если ты заколешь для своей жены своего сына, то жена твоя выздоровеет.
юсман
(jусман), очень тонкая лепешка, из которой нарезывается салма. А. Турх. М. П. Петр. Юсман ― жертвенные блины. N. Тутлă тулăран, пĕчĕкçеççĕ, çӳп-çӳхе, çатма çинче, пĕçереççĕ, ăна юсман теççĕ. Юрк. Юсмана чӳк тунă чухне пĕçереççĕ. Тутлă (пресное) чуста тăваççĕ, çуртăри çăнăхĕнчен. Ăна етерпе çӳп-çӳхе хут пек çӳхе тăваççĕ; икерчĕ пек çаврака пулат. Çупа çулаççĕ. Вут çинче икерчĕ пĕçернĕ пек пĕçереççĕ. К.-Кушки. Ырсемсене кашнине юсманна йăвачапа кĕл-тунă. Собр. 233. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Вомбу-к. Юсман. Юсман икерчсем. Юсманпа чӳкленĕ. Хпарту чустинчен тăваççĕ. СПВВ. Юсман — çăмах, пашалу пек. Етрух. Унтан вара юсман икерчпе те çавăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Ст. Чек. Киремете ― юсманпа, шерпетпе, пылпа. Турра пашалупа (сăмсалă, кăкапалă), пăтăпа. Юсман — чӳклекен çӳхе, сарлака икерчĕ; пылпа сĕреççĕ. Пашалупа пăтă турра параççĕ. Пашалу сăмсине, кăваписене пĕр кашăк пăтăпа аслăк çине ытаççĕ. СПВВ. Юсман ― çӳхе пашалу. См. Магн. М. 46. Альш. Чăвашсем унта юсман таврашĕ пыра-пыра чӳкленĕ (в «ăвăслăх»). Макка. 233. Турра паратпăр, тесе, пăтă-юсман пĕçереççĕ; юсман хурăн çулçи пек, ăна пĕр 200 е 100 пĕçереççĕ. СПВВ. ИФ. Юсман çӳп-çӳхе. Сарсан, çупа çатма çинче пĕçереççĕ. Йĕтĕрпе сараççĕ.
йӳнеçтеркеле
учащ. ф. от гл. йӳнеçтер. А. Турх. Вăл çапах та йӳнеçтеркелет (сводит концы с концами). Календ. 1910. Кăчуне вăл (хура-халăх) пурăнăçне аран-аран йӳнеçтеркелесе пурăнать.
йӳне
(jӳн'э), то же, что йӳле. М. П. Петр. «Йӳне; пилĕкне йӳне çӳрет — неопоясанный». Юрк. † Тăхăнтăм круткама (сăкмана), йӳне ятăм (на распашку), кайрăм хура вăрман варрине.
йӳне-пилĕклĕ
неподпоясанный. N. Ачи хăй шурă кĕпепе, йӳне-пилĕклĕ.
йӳçĕш
йӳçĕшĕ, кислота, горечь (здесь ш, шĕ ― афф. 3-го л.). Собр. 248°. Кăшман йӳçĕш çарăкра, теççĕ. (Послов.). Т. VI. 55. Çак çичĕ тĕслĕ тырă-пул шерпечĕ сана пултăр, турă-амăшĕ, йӳçĕшĕ хура халăха. Чипĕр ĕçме çиме перекетне пар, тет.
йăва
(jы̆ва), гнездо. Якейк Ку йăваран ик çăмарта илтĕм. Из этого гнезда я взял два яйца. Б. Янгильд. Алăсăр, пуртăсăр пӳрт пурăп. (Кайăк йăва хуни). Без рук, без топорёнка построена избёнка. (Гнездо). Шор-к. Эпĕр те çав, чăх чĕпписем йăвана тохса ларнă пак, кĕр-конне полсан, школа пуçтарнтăмăр. Макка 38. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çумне йăва çаврам-и? Б. Яныши. Манăн кайăк чĕпписене йăваран питĕ илес килеччĕ. Мне очень хотелось взять птенцов из гнезда. М. Чолл. Эс унта кĕр те, кайăкне кăларса ил, йăвине ан ил. Ты войди туда, возьми птичку, а гнезда не трогай. N. Йăва çавăр. Свей гнездо Сред. Юм. Пĕр йăвари кайăк пик шакăлтатса пȏрнаççĕ. Живут так мирно, будто птенцы из одного гнезда. || Рассадник. Баран. 101. Малтан йăвана акса, кайран йăрана лартакан çимĕçсем те пур. || Гайно. Собр. Сысна хăй йăвине улăм йăтсассăн, сивĕтет, теççĕ. Если свинья будет таскать солому в свое гайно — к холоду. || Притон. Альш. Унтан салтаксемпе каяççĕ, тет те, пĕтĕмпе пĕтерсе килеççĕ, тет, кусен йăвине. Потом отправляются туда с солдатами и окончательно уничтожают их (разбойничий) притон.
йăван
валиться, вальнуться, повалиться, перевалиться, свалиться; перевернуться. НАК. Эпĕ: ку кăвакал ырăскер мар, усал пулĕ, тесе, пăшала мыйри хĕреспеле авăрласа, петĕм те, хайхискер месерле йăванчĕ-кайрĕ (перевернулась). В. Ив. Касăсем (борозды) пурте, ӳпне çавăрăнса, умĕнхи касă лупашкине йăванса пымалла. Чем люди живы. Вăл чăпта пек йăваннă-кайнă. Он свалился как куль. N. Чĕп йăванчĕ-карĕ. Чупса пытăм — чĕпĕ вилнĕ-кайнă. Никит. Урапи тӳрем çĕртех йăванса кайрĕ. Телега перевернулась на ровном месте. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан, йĕс пукан, йăванмĕ-ши (не повалится ли) урам тăршшĕне? Орау. Ачипчипе пурсăмăр та пĕр вырăн çинех йăванаппăр (о спанье). V. S. Çилпе йăваннă вăрман, поваленный ветром лес. Якейк. † Майра сăнь пек пирн варли-ч; эпĕр тохса кайнă чох, пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши? Наша милая была лицом как русская. Когда мы будем уезжать, то будет ли она смотреть нам в след, или она повалится (с горя) на землю? Юрк. Салтаке, мĕскĕн, йăванат-каят (валится). СТИК. Ăрамра пĕренесем йăванса-кăна выртаççĕ! Бревна лежат на улице в симметричном порядке. (Частичка «кăна» придает здесь выражению оттенок восхищения). || Завалиться. Орау. Кайса, йăванас пуль: ăйăх килет. Пойти завалиться: хочется спать. || Вываляться. Абыз. Первей тикĕт çине кĕрсе йăванчĕ, тит (вывалялся в дегте). || О повалившемся кустарнике. Альш. Ун пек шывлă-шурлă çĕрсенче хăва выртать вара йăванса (лежит повалом). || Переваливаться. Бгтр. † Выртан каскă йăванса юлчĕ. Лежачий кряж перевалился. Ib. Мăн çул çинче упа йăванса пырать. (Çил-арман). || Катиться. Упа 678. † Эпир сирĕн патра килтĕмĕр, шурă çăмарта пек йăванса. || Валить валом. Якейк. Айтăрах! ăрамра шу йăванать! Вода так и валит (течет сильно) по всей улице! Сала 282. † Хура шыв юхать йăванса, хумăшпа хăях хушшинчен. N. Тинĕс хумханнипе тем пăсăкăш шыв хумĕсем тинĕс уттисем çинелле йăванса пынă та, вĕсем çинчи ялсене, хуласене нуммайĕшне хăйсемпе пĕрле тинĕсе, юхтарса кайнă. Сред. Юм. Çырмара çăмăр хыççăн шыв йăванать анчах (вода сильно течет). || О густом хлебе, который валится, стоя на корню. Сред. Юм. Кăçал тыр лапрах вырăнсĕнче йăванса пôлнă. Нынче хлеб на низменных местах даже лежал (хорошо уродился) || Ошибка, вм. явăнса? Н. Карм. † Хĕвелсемех тухать хĕрелсе, улма-йăвăçсене йăванса; пĕр тавранмасассăн, пĕр таврăнăп, хам çуралнă çĕр-шыва çаврăнса.
йăвăр
(jы̆вы̆р, jŏвŏр), тяжелый, трудный. Козм. Йăвăр (jŏвŏр) тяжелый. Полтава 61. Тимĕрленĕ Кочубей гетман тĕрми пашнинче (scr. башнинче) ларать йăвăр шухăшпа («в глубокой думе»). Ердово. † Пĕчик торă лашине йăвăр лава ан кӳлĕр. Не запрягайте маленькую гнедую лошадь в тяжелый воз. Самар. † Аслă шыв хĕрри кăвак чечек, йăвăр тăмсем ӳксен, тӳсеймест. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăра хутăм (поставил в тяжелые условия), çичĕ ютшăн мар-ччĕ, тăваншăн. Цив. Пӳртĕнче çавăрăнса тухма та çук йăвăр шăршă кĕрет (тяжелый запах). || Грозный (о дожде). Собр. Пит йăвăр çăмăр килнĕ чухне, чĕкеç-курăкне татса илсе, икĕ алăпа икĕ енелле чĕрсе пăрахсассăн, çăмăр ик енелле сирĕлсе каят, теççĕ. || Густой. Н. Лебеж. † Хура вăрман çинче йăвăр тĕтре (густой туман), кайре пулĕ вăрманăн тăршшĕне. || Трудно, тяжело. Орау. Чăваш хушшинче пулман япаласам çинчен чăвашла калаçма йăвăр. Трудно говорить по-чувашски о том, чего нет в чувашской жизни. Н. Сунар. Пĕр кĕмĕл шăхличă панă: çак шăхличăпа шăхăрт, йăвăр кисен (если тебе будет трудно), тенĕ те, иртсе кайнă (старик). Орау. Йăвăр-им сана пĕр-ик-виç тенкĕ парасси? Чего тебе стоит дать 2—З рубля. С. Йăвăр килĕ сана (эп вилсен). Трудно тебе придется (после моей смерти). Сёт-к. Орапая йăвăр тьярăм (= тиярăм, тиерĕм) та, аран лăчăртаттаркаласа (скрипя) çитсе. || Альш. † Манран юлнă тур лашана ĕçе йывăр ан кӳлĕр. || Обида. Орау. Кăмăлна йăвăр ан ил те, вăл сирĕн ача вилет пуль. Не обижайся, но ваш ребенок, как мне кажется, умрет. Янтик. Çавсан сăмахсене вăл пурне те пит йăвăра илнĕ. На все эти слова он очень обиделся. Шемшер. † Виç картлашки посмине, эпир посмасан, кам посас? Çакă Шемшер йăвăр ятне, эпир илтмесен, кам илтес? (Солд. п.) Буин. † Çичĕ-юта йăвăр калас мар (не нужно говорить обидного слова): кăмăл çемçе, чăтаймăп. (Хĕр йĕрри). || N. Ку арманта шайкка йăвăр: хуçа шайккине йăвăр илет (т. е. слишком много берет лопатного). См. йывăр.
йăкă
(jы̆гы̆), подр. коротким взвизгиваниям металлической вещи. Орау. Йăкă, йăкă тăвать пĕри. (Так сказано в шутку о коротких визгливых звуках крючка оконной створки, сотрясаемой ветром). Подр. смазыванию колеса телеги дегтем. Н. Лебеж. Хура ĕне йăкă-йăкă. (Урапа тикĕтлени).
йăл-йăл
подр. одинаковым, не сильным движениям света или блеска. Ч.П. Йăл-йăл корнать вут çути. Сред. Юм. Таçта аякра вăт çути йăл-йăл корнать (небольшое пламя). Турх. Йăл-йăл туса хĕвел пăхать. N. Пирĕн ялăн шывĕсем йăл-йăл курнат юхĕмĕ (sic!). Орау. Кĕпи йăл-йăл тăвать (переливается, о материи), темĕскерле япала вăл. Тюрл. Йăл-йăл çонса выртать. Шел. 8. Халь Атăл çийĕнче йăл-йăл вылять хĕвелĕ. КС. Йăл-йăл, переливающийся. Йăл-йăл хура (хĕрлĕ, сарă). Ib. Шыв йăл-йăл курăнса выртать (лоснится, переливается). Турх. Çурхи çеçке хирте йăл-йăл тăвать. || Подр. более или менее одинаковым движениям улыбающегося лица. Савельев. Йăл-йăл тоти колать. Ст. Чек. Йăл-йăл кулат. || Подр. виду свежей зелени. N. Серте йăл-йăл пăхнă чух, чун савăнать, киленет. || Подр. блеску глаз. Турх. Хăйĕн ырă куçĕсемпе йăл-йăл ман çине пăхаччĕ (она).
йăлтăр
(jы̆лды̆р), подр. яркому блеску. См. МКП. 11,57. Полтава. Вăйна сулса янипе пуртă йăлтăр курăнчĕ. Турх. Йăлтăр-йăлтăр çуркунне çитрĕ. Ст. Чек. † Йăлтăр-йăлтăр вут çути: мунча тăррине вут хыпнă. Ах йинкеçĕм, ах Маттюк! сăмса тăррине пăх хытнă! Тюрл. Хĕвел çинче йăлтăр-йăлтăр (или: йăлтăр-ялтăр) корăнса выртать. Ст. Чек. Эпĕ чукунккăпа пынă чух, йывăçсем хӳшшинче йăлтăр-йăлтăр туса çунакан вут çутисем юлчĕç. Чăв. юм. 1919, 24. Шап-шурă юр йăлтăр-йăлтăр, курăнать. Сала 83. † Йăлтăр тĕслĕ шăрçана çипе тирни мĕн илем. Кам. 1927, № 237. Куç йăлтăр-р-р... курса кайре. Глаз сразу стал ясно видеть предметы. Ч.П. Йăлтăр-йăлтăр (блестящие) хура куç. В. Буян. † Кăмакара кушак пур, йăлтăр-йăлтăр куçĕ пур. Юрк. † Йăлтăр-йăлтăр ясар куç алăкăн-тĕпелĕн пусмасăр (вар. пăхмасăр. Ч.П.) пултарĕсене (младшим деверьям) юраман. С. Йăлтăр — подр. 1) колебанию света, 2) колебанию пластинки. Вирьял. † Хусан çулĕ хура çул, икĕ айккипе сăрлă юпа; йăлтăр хĕвел пăхрĕ те, юпа тăрăх сăрĕ юхрĕ. Якейк. † Йăлтăр корнан (блестящих, красивых) хĕрсеме йăлтах утса ятăмăр (вар. парса ятăмăр ― совсем отдали). || Подр. быстрому умелькновению. Сред. Юм. Кĕçĕн ачи: чипер пôрнăр; терĕ, тет те, йăлтăр! турĕ, тет те, çавăнтах куçран çĕтрĕ (исчез), тет. (Сказка).
йăлтăрка
(jы̆лды̆рга), блестка. Образцы 3. Йăлтăр, йăлтăр йăлтăрка урам варринче тупрăмăр; кӳлешекен хĕрсене çĕр мунчара тупрăмăр. Юрк. † Çурăм-пуçĕпе çунă шурă йăлтăрка, хĕртсе хĕвел пăхсан та, ирĕлес çук. Бугульм. † Шур юр çине çунă шур йăлтăрка, хĕртсе хĕвел пăхсан та, ирĕлес çук. Ч.П. Йăлтăр-ялтăр йăлтăрка лапка витĕр курăнать. || Блеск. Якейк. Порçăн тоттăр йăлтăрки (блеск) пуçа çихсан (= çыхсан) килĕшет. || Длинные стеклянные трубкообразные бусы. Чураш. Начерт. 210. Йăлтăрка, хрусталь. Янш.-Норв. Йăлтăрка — длинная граненая бусина из стекла янтарного цвета. СПВВ. Йăлтăрка ― шăрçа. Тюрл. Название бус: йăлтăрка шăрша (шы̆ржа), бусина, светлая как лед; хĕрлĕ шăрша; шор шăрша etc. Блестящий. С. Тим. † Сирĕн те куçăр пит йăлтăрка. Форс. Сала 260. † Арăмсенĕн йăлтăрки, ар чармасан, кам чарас? Сред. Юм. Йăлтăрка хĕр, «симпатичная девица».
йăлтăркка
(jы̆лды̆ркка), блеск. Кушакпа автан 15. Хĕвел йăл-йăл-йал кулса-çех тăчĕ: йăлтăркки çине пăхма хĕн пулчĕ. В. Олг. † Осал аки, осăк кот, тапас кисех чон тохат; чипер аки йăлтăркки — чоп-туас кисех чон тохат. || Блестки снега. Лашман. † Çурăм-пуçпе çун(ă) шур йăлтăркка çинчен тилĕ йĕрле-йĕрле шурă пурсуй урине шăн касрĕ. Шел. 70. Пурçăн йăлтăркки пек, йăл-йăл курăнса (отливал). Ib. 145. Йăлтăрккамсем йăл-йăл-йăл вут пек çукса курăнат. || Янш.-Норв. Йăлтăркка ― шестигранная стеклянная призмочка, полая внутри; употр. как бусина: прозрачно-желтоватого цвета; длина в натуре 20 миллиметров, ширина — 4½ милл. Кильд. † Каяймарăм пасара, илеймерĕм йăлтăркка. (Здесь пометка А. И. Курушина: «Йăлтăркка = шăрçа, или вообще блестящее»). СТИК. Йăлтăркка = çутă шăрçа. || Блестящий. Н. Карм. Йăлтăркка шăрçа, блестящая бусина (бусы). СТИК. Йăлтăркка шăрçа = çутă шăрçа. || В перен. см. — красивый. Шибач. Йăлтăркка — хитре тоттăр, хăю. Ib. Ах, простă йăлтăркка ку хĕр! (çутă-питлĕ). Ч.П. Йăлтăркка (куç). Легкомысленная, смешливая (девица).
йăлтăртат
блестеть, сверкать. Алекс. Нев. Ĕлĕк йăлтăртатса ларакан хуласем, ялсем вырăнне хуп-хура çĕр тăрса юлнă. N. Йăлтăртатакан, мерцающий, блестящий. Шорк. Ылттăн укçа йăлтăртатса-кăна тăрать. Ч.С. Çăмĕ хăйĕн çамрăк тиха çăмĕ пек кĕскеçеççĕ те, яп-яка йăлтăртатса курăнса тăрат. Шибач. Йăлтăртат, светлеть. N. Вăл хапха çил-хĕвелпе шăлтăртатать, хĕрӳ хăвелпе йăлтăртатать. Юрк. Çăлтăрсем пит йăлтăртатсан, хĕлле сивĕ, çула уяр пулат. Чув. прим. о пог. 16. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, вăрах йĕпе пулать (у Юрк. ― пĕр эрне йĕпе пулат). Если в облачный день солнце перед закатом ярко сияет, то будет продолжительное ненастье (у Юрк. - будет неделю ненастье). Ib. 71 Çăлтăрсем пит йăлтăртатсан (выллясан). Если звезды очень блестят (мерцают, играют). || Переливаться (о блестящей материи). Быть блестящим, изящным. Сред. Юм. Йăлтăртатса тăрать (изящно отделано). Т. К. † Çӳреймерĕм йăлтăртатса, каяймарăм ял ачине. Хорачка. Хĕр ача йăлтăртатса тăрат (хуне хуа та пĕлмест). Девица важничает, форсит, кра-суется. Пшкрт. jы̆лды̆ртатса с'ӧрӓт каβы̆рдатса, т. е. капăртатса (форсит).
йăлттăм
проворный? Конст. чăваш. Хăй пит аван тумланнă, пуçĕнче турккă çĕлĕкĕ; уçă йăлттăм çын, питĕ аван калаçать. «Прозрачный». М. П. Петр. Йăлттăм пĕлĕт. || Янтик. Тăла пит лайăх пулчĕ сан, йăлттăм хура (чисто-черное); çăмĕ пит хура пулнă пуль. || Сред. Юм. Йăлттăм хĕр = йăлтăрка.
йăм-хура
(jы̆м-х¬ура), блестяще-черный. Городище. || КС. Йăм-хура, совершенно черный. Черт. Йăм-хора, совсем черный. М. П. Петр. Йăм-хура ― совершенно черный, пречерный, наичернейший.
йăмăх-хура
(jы̆мы̆х-хура), пречерный. Максимкина. КС. Йăмăх хура — очень черный (по впечатлению на глаз, а хуп-хура ― объективно). То же слово в Стюх.
йăпăр
(jы̆бы̆р), подр. быстрому течению струи. Актай. Автанăн сăмса тăрăх юн йăпăр юхса анчĕ, тет те, автана пусса çирĕç, тет, || Подр. более быстрой возне (напр. насекомого). Орау. Мĕн пăхан? — Темскер йăпăр-йăпăр тунă пек туйĕнч те... (возится; быстрее, чем «мĕшĕлтетет»; напр., бежит вошь за воротом и пр.). || Подр. быстрому движению. Ч.П. Йăпăр-йăпăр юр çăват. Собр. † Утмăл-çитмĕл туратра улт ураллă хурт кусать. Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. Йăпăр-йăпăр Пăраски, хура хӳре Наçтаççи, симĕс кут Матрун. Синьял. † Йăпăр-йăпăр пасара кулачă татки çимешкĕн; йăпăр-йăпăр улаха пĕç-хушшине якатмашкăн. Пшкрт. jы̆βы̆р- jы̆βы̆р єртсӓ-ђар'ы̆ (тихо, незаметно). См. век.
йăпкăн
(jы̆пкы̆н), то же, что йĕпкĕн. Завражн. Орхамахĕсем (лошади) йăпкăн-хора, тет. СТИК. Йăпкăн-хура, черный как смоль.
йăрик
подр. скрипу кузова тарантаса (так толкуют). Собр. † Йăрик-йăрик тарантас, çав тарантас ма сикет? Хура лаша сиктерет. Так и в Ч.П.
йрăм
полоса; снизка. См ярăм. Изамб. Т. Манăн кĕпе йăрăм-йăрăм чăпар. У меня ру бшка пестрая, с полосами. Орау. Чулĕ çинче ал тымаþ пек йăрăм-йăрăм шур йĕрсем пур. По камню проходят полосами белые жилки. Ib Манн тӳшек пичĕ йăрăм-йăрăм хĕрлĕ, пĕтĕмпех шурă мар. Ib. Йăрăм-йăрăм хĕрлĕпе кăвак хутăш (состоит из красных и синих полос, без белого). Хурамал. Пирĕн тырă суха касси тăрăх йăрăм-йăрăм шăтнă (= тӳрĕ, рядами). Калашн. 26. Çуремелли чатăрсен йăрăм аркисем. Ау. 295. † Ах тантăшăм (çавă)! ярăнсах утса пынă чухне йăрăм шăрçанăн курăнтăн. Образцы. 109. Хура пӳртĕн маччисем йăрăм-йăрăм хăрăмĕ. Потолок черной избы (избы почерному) покрыт полосами сажи. Тип-Сир. Йăрăм-йăрăм йăлта (надо: йăлт та) йалт. (Çиçĕм çиçни). Шел. 70. Хĕвел шевли йăлтăртатса... йăрăм-йăрăм вĕлтертетсе... куç çутине çисе тăрать.
йăрăм-ярăм
подр. плавному качанию паутины. N. Эрешмен карти йăрăм-ярăм йарăнса тăрать (качается плавно. || М. П. Петр. Йăрăм-ярăм — полосатый, перистый. Ib. Йăрăм-ярăм пĕлĕт, перистые облака. || Гирляндами. N. Тинĕс тĕпĕнчен çĕкленсе тухакан йăрăм-ярăм курăк. ||Продолговатыми пятнами. Альш. Элшелĕнче çур ял пĕр икĕ пусăран-кăна ăсса тăрать ĕçме, чей хума, ыттисем вара хăшин сап-сарă навус е йăрăм-ярăм тикĕт. || Полосами. Альш. † Хура пӳртĕн маччисем йăрăм-ярăм хăрăмĕ.
йăсăрлан
(jы̆зы̆рлан), дымиться, чуть-чуть гореть; туманиться. М. П. Петр. Йăсăрланас, гл., указ. на движение туманного вещества, которое заслоняет зрение. Ib. Тĕтĕм йăсăрланать. Икково. Çанталăк йăсăрланса тăрать. Дует ветер и поднимает пыль (летом). СТИК. Çанталăк йăсăрланса тăрат. Погода туманна, не ясна. Ib. Навус йăсăрланса тăрат. Из навоза выходит испарение. Сред. Юм. Хоран-ай пăртак-çиç йăсăрланса выртать (еле-еле горит). Якейк. Навос копине чĕртсе янă та, тĕтĕм йăсăрланса анчах тăрать! Ib. Эп сотта кайма тохсан, ай тор-тор, çанталăк йăсăрланса тохрĕ (запуржило), çĕтсе кайса хоплантăм! Хурамал. Тĕтре йăсăрланса тăрать = хупăрласа тăрат (= пур çерте те курăнмасть). Ib. Тĕтĕм йăсăрланса выртать (= çулăмсăр тĕтĕм тухса выртнă чух калаççĕ). Ib. Тăман (мятель) йăсăрланса тухса карĕ (тăман пит шеп пулсан). Никит. Çĕрле çанталăк йăсăрланма тапратрĕ; çăмăр килет... Тюрл. Хура пӳрт йăсăрланса тăрать (дымит), куçа тĕтĕм çиет. Курм. † Виç кон хотман молчинче йăсăрланать маччинче. Тюрл. КС. Йăсăрланса тăрать (сумрачный день; не от облаков; [в особенности когда цветет рожь. КС.]).
йăт-хура-пуçĕ
назв. раст., похожего на «хура-пуç», но его шапочка состоит из 4-х частей. Ст. Чек.
йăтă
(jы̆ды̆), собака. См. йыт, йытă. КАЯ. Орау. Йăтă шăмă йăтса килчĕ. Собака притащила кость. Якейк. Йăтă çиман патак кăтартăп эп сана. Я изобью тебя, как Сидорову козу. А. П. Прокоп. † Ай-хай, йăтă-йĕкĕт илĕртеççĕ хĕрсене! Ст. Чек. Йăттăнне илĕ туртса: чикарккă, тесен! Орл. II. 239. Хура йăтти çакăнса тăрат, хĕрлĕ йăтти ăнах вĕрет. (Вутпа хуран). Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. никогда тебе не сделать). Ib. Эс те лаша илсен, ман сăмса йăт котне! Лашман. † Арман хыçне вир акрăм, çерçи йăтти (жадный воробей) вĕренчĕ. Ст. Ганьк. Çав Иван йăттиех хытланнă пуль-ха кăна та. Наверно, это сделал тот же негодяй Иван. Якейк. Санашкал пуçа йăтта персен (если бы я решился быть таким же бессовестным, как ты), эп те топмалах (= тупмаллах) та, ман тольккă апла тăвас килмеçт. Çĕнтерчĕ 20. Икĕ алла йăтта касса парам ― пĕтет! Я готов отдать руку на отсечение («руки псу»), если он не погибнет! Ib. 22. Ахаль каламан: йăтти, мăнтăрлансан, хуçине тапăнать, тесе. Ст. Чек. Лашсене йăтă пек туса килчĕ. Измучил лошадей донельзя («как собак»). N. Йăтă çăварĕнчи шăмма илеймĕн, тиççĕ. (Послов.). N. Эпĕ корнă хурлăха ялти хора йăтă та корман поль? Ст. Чек. Йăта йĕрет (скулит). || Лицо, играющее роль собаки (в игре). N. Йăтта юлни ăрамăн пĕр хĕрĕнчеп тепĕр хĕрне çитиччен хăвалама тытăнат.
йăтăн
(jы̆ды̆н), подниматься. Букв. 1904. Хăйсенĕн çӳçĕ-пуçĕсем, сухалĕсем çав йăтанакан шултăра юр пекех шап-шурă. Якейк. Карап шу çине йăтăнас чох (при спуске карабля на воду), эс кĕмесĕр тăр (при дожде). Ялав. Вуг йăтăннăран йăтăнат (вут тухсан, вут вăйлăланни). || Рушиться, обрушиваться. Упа 596. † Хĕрсем улаха кӳртмерĕç, ― мачча хăми йăтăнтăр, йăтăнтăр. N. Вăл вырăнта питĕ тарăн, çĕр йăтăнса хăпарать (подымается обрывом). N. Ăшĕ йăтăнни (тот, у которого вывалилось нутро) йĕрсе ларать, кушак-пиçиххи çыхни кулса ларать (Хурт пăхни). || Собираться в путь. Альш. Акă ĕнтĕ хăнасем йăтăнаççĕ килĕсене.
вăхăт
(вы̆hы̆т), время; срок; пора; обстоятельства. Шел. 27. Ак, пĕр вăхăт (некоторое время) кайсассăн. Шел. П. Унтан пĕр вахăт (некоторое время) Кавала тухса çӳрерĕм (ходил по селу Ковалям). Эльбарус. Он чохне каç поласси вăхăт нăмай-ччĕ (до вечера было далеко), çавăнпа эпир: киле халех каяс мар, тесе, каçчен çитертĕмĕр (кормили лошадей). Сред. Юм. Санăн кайма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Сана кайма та вăхăт. Тебе время итти. Юрк. Вăхăт иртнĕ-çемĕн иртет. Время все идет да идет. N. Эсĕ этемсен вăхăтпа (время от времени) пулакан аскăн шухăшĕсенĕн çулăмне сӳнтеретĕн. Орау. Ачине вăхăт çитечченех пĕр уйăх малтан туса пăрахнă (родила, не доносив месяца). Ст. Письм. Пайтах вăхăт иртсен, çур-çĕр вăхăтнелле (около полуночи) чан çапаççĕ. Орау. Вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ. Времени уже много (о времени дня). Такмак. Утсем ырхан пулчĕç (вар. утсем ырхан, без пулчĕç), çулсем хура пулчĕç (вар. без пулчĕç), çитеймерĕмĕр вăхăта (не добрались к сроку). Пазух. Вăхăчĕсем йывăр та, çулсем выçлăх, эпир йĕменнине те, ай, кам йĕрес? Беседа чув. 16. Вăл пĕр вăхăта каллех итлесе тăчĕ, анчах юрăри сăмахсем ун шухăшне каллех Керимуллапа калаçнă сăмахсем енелле пăрса янă. Ib. 3. Хай чăнах та хăй шухăшланă вăхăта çитрĕ (подошел к предположенному им сроку). СПВВ. X. «Вăхăт, вăхчи = каннĕ вăхчи». Регули 1178. Сивĕ вăхăт çитиман-халь. С. Çыврас вăхăт çитет. Б. Яныши. Пăр кайнă вăхăталла (около времени ледохода) олăхра симĕс корăксем шăтса тохаççĕ. Хурамал. Ывăлĕ вун-сакăр çула çитсен, старик ывăлне каланă: ачам, эпĕ сана вăхăта-кăна (на время) ыйтса илтĕм, халĕ сана парнене кӳмелле, кӳнетĕн-и? тенĕ. N. Вăл хулара эпир пĕр вăхăтчен пурăнтăмăр. Шаймурз. Пирĕ вĕренме кайма вăхăт çитрĕ. Артюшк. Качча кайма вăхăт иртнĕ санăн, тенĕ. Сборн. по мед. Вăхăт сиктерсе тытакан (перемежающаяся) е шуртан ерекен (болотная) сивĕ-чир çинчен. В. Олг. Самый вăхăт çын, человек в самую пору (т. е. в цветущих летах. || О часах. Кан. 1929, № 136. Вăхăт тăваттăран-кăна иртнĕ-ха. Еще только пробило 4 часа.
вĕл
подраж. нежному колебательному движению. Сред. Юм. Кайăк чӳречерен вĕл вĕçсе кĕчĕ. В. Буян. † Урамăртан иртсе пынă чух, вĕл-вĕл вĕççе юлчĕ (развевался) хура пӳс. Шемшер † Авăн çапнă окçине ятăм-хăвартăм кăсьяна. Ир те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл ярмăнккă омĕн ялавĕ. Альш. Ман çийĕмри шур кĕпе арки вĕл-вĕл вĕçеçке (= вĕçет-çке). Тюрл. Вĕл-вĕл вĕçсе тăроть (развеваются). М. П. Петр. «Вĕл-вĕл ― легкий шелест развевающегося платка». СТИК. † Вĕл-вĕл тутăр, вĕл тутăр, шальçа тăрринче пĕр тутăр. Толст. Вăл (ветер) çул çинчи улăм çӳпписене вĕл-вĕл тутарна. Ердово. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çомĕнчи сар чечек; чечекки вĕçсе кайсассăн, вĕллен илем каятĕ. Шемшер. † Вĕл-вĕл чечек, сар чечек, вĕççе анассăн тойăнать; аннен хĕрĕ сар хĕрĕ тохса кассăн (= каяссăн) тойăнать. Т. П. Загадки. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек вĕлле çинче пĕр чечек. Г. Т. Тимоф. Пулă шывра (не на поверхности) вĕл-вĕл ишсе çӳрет. Пăрăннă вăхăтра вĕлт те тăвать («с обрывом»). Çутталла 17. Вĕл-вĕл вĕçсе çил килет, кайăк юрри илтĕнет. Турх. Вĕл-вĕл туса çил те вĕрет (весною). См. МКП. 58, 156.
вĕлер
убить. К.-Кушки. Вăл усала вĕлерес пулат. Эту дрянь надо убить. N. Вĕлерсе пăрах çак усалсене. Убей этих негодяев. Сред. Юм. Вĕлерсен те каймасп! Хоть убей, не пойду! Кан. Вĕлерес пек хĕненĕ. Избили чуть не до смерти. Регули 743. Çапса вĕлертĕм, персе вĕлертĕм. Ала 94. Исе кĕрĕр сӳс пушă, эпĕ ăна вĕлерес пек хĕнем (изобью до полусмерти). Ст .Чек. Пĕрне вĕлерсе, пĕрне чĕртес. || Уничтожать. N. Çчена çинче темĕн чухлĕ хăнтăла вĕлернĕ. На стенах надавлено клопов ― полно! Орау. Пĕтĕм пӳлĕмне хăнкăласене вĕлерсе вараласа пĕтернĕ. Ib. Пĕтĕм пӳрт ăшчиккине хăнкăла виллисемпе вараласа пĕтернĕ. Все стены измараны раздавленными клопами. || Дать умереть, попустить умереть. Шигали. Мĕншĕн эпир макраппăр-шин? Мĕншĕн тесен никам та хăйĕн тăван амăшне вĕлерес килмес (не хочется, чтобы она умерла) и нiкам та ама-çури амăшне (мачеху) юратмас. Ч.С. Çапла аттепе анне, лаша асапланнине курса, нимĕн тăва пĕлмесĕр, пăхса тăрсах вĕлерсе янă (как бы дали умереть). Рекеев. Эпир аттене вĕлертĕмĕр (т. е. у нас умер отец; означает то же самое, что «пирĕн атте вилчĕ»). В. Олг. Пĕр ôпăшка вĕлертĕм эн (у меня один муж умер), тепре туянса. Сред. Юм. Ик ôпăшка вĕлернĕ ĕнтĕ эн. Я уже двух мужей схоронила. НТЧ. Вара Елекка арăмĕ, упăшкама вĕлерсе пулмĕ (нельзя же допустить, чтобы муж умер), чӳклес пулĕ, тесе, килне тавăрăнчĕ, тет. Череп. Ачана вĕлерсе ятăмăр. Схоронили мы свое дитя (не уберегли; гов. с сожалением). || Мять (плохо косить). Сред. Юм. Утă вĕлерсе-çиç пырать. Утă çăлаймасăр, ватса, таптаса-çиç пырсан, калаççĕ. || Быть восхитительным, приводить в восторг. К.-Шемякино. Эх, явлăкĕ!.. вĕлерсе ярат! (Очень хорош). Орау. Эй, пулать те-çке кам япала, пĕтĕмпе вĕлерсе ярать! (De coitu ad exitum spectante). || Страстно желать. Ч.П. Çав Ирçе яль ачисем хĕр илесшĕн вĕлереççĕ (страстно желают). || Производить весьма сильное действие. Чураль-к. † Ал(л)уна уткаласа ан кала: алă, ыратса вĕлерет (страшно болит). Уруна тапса ан кала: ура ыратса вĕлерет. См. уткала. Сёт-к. Вутă çинче шăрăх пĕçертсе вĕлерет. На сенокосе ужасно жарко. || Выражает усиление. Орау. Эп авланап, тесен, мана вĕлерес пекех тухмалла та вăл качча... (выйдет за меня с радостью, с охотой). Ib. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать (пляшет с крайним увлечением); кам ачи-ши вăл? Ib. Вĕлерес пек пырать (быстро, о человеке), таçта каять. Кан. 1929, № 75. Тек те текех (то-и-дело) çапла хăтланаççĕ те, юри тунă пекех туйăнса вĕлере парать (ну, так и кажется, что они это делают нарочно, сознательно).
вĕр
(вэ̆р), лаять. Упа 756. Сасартăках, вĕсенчен инçех мар, тырă ăшĕнчен пысăк хура йытă сиксе тухнă та, вĕсене вĕре пуçланă (начала на них лаять). Т. М. Матв. Сĕм вăрманта кăвак йытă вĕрет. (Вăрманта пуртă сасси). Орау. Йытти тăрсан-тăрсан пĕре вĕрсе илет (нет, нет, да и залает). СЧУШ. Хĕлле урамра йытăсем хытă вĕре пуçласан, ăшăтат. С. Дув. Вĕр, вĕр, шавкка, вĕр, шавкка, пăру сакайне кĕр, шавкка. Ау 3. Манăн халĕччен вĕрмен йыттăмсем вĕрсе ячĕç. || Ст. Чек. Хура йăтă вĕре пуçларĕ (т. е. мне хочется есть).
вĕре-çĕлен
то же, что вĕри-çĕлен. Сир. 48. Арăсланпа пĕрле, вĕре-çĕленпе пĕрле пурăнма кăмăл тăвăп, усал арăмпа пурăнма кăмăл тумăп. М. П. Петр. «Вĕре-çĕлен, буквально ― заклятый змей; один из предметов чувашской мифологии». Собр. 256. Хĕрсем йăвăр çын пулсан, ача çуратса, ачине пĕр-пĕр çĕре пăрахсан, çав ача вара вĕре-çĕлен пулса çӳрет, тет. Вĕре-çĕлен вутăн-хĕмĕн тăкăнса вĕççе çӳрет, тет. Вăл вара пĕр-пĕр çыннăн килне кайса ерсен, унтах пурăнать, тет. Вăл çĕрле çав вĕреннĕ çĕре пӳрт çине вĕççе пырать, тет те, кушак пулса, тăрупаран, пӳрте кĕрет, тет. Çавна хуçисем сиссессĕн: сивĕнтĕр, тесе, пӳрте сысна кӳртсе хупаççĕ, тет. Çĕрле, çав вĕре-çĕлен килсенех, хай пӳртри сысна çухăрма тапратать, тет те, пӳртрен тухса тарать, тет. Е тата, пӳртре сыхласа ларса, пăшалпа пĕрсен, ача пек ĕсĕклесе макăрса каять, тет. Çапла пĕр виçĕ каç тусан, вăл вара пыми пулать, теççĕ. Ib. 113°. Вĕре-çĕлене пурте пĕлеççĕ, тырра çунтарса янине, тата тырă пуссисем урлă вут тăкса кайнине; çав çул вара тырă пулмасть, теççĕ. Вĕре-çĕлен вăл арçын та пулать, хĕр те пулать, тет. Вăл арçын патне хĕр-арăм пулса пырать, тет, хĕр-арăм патне арçын пулса пырать, тет те, çавăнпа унтан питĕ сыхланмалла, тет, мĕшĕн тесен вăл унăн юлташĕ пек пулса пырать, тет те, ăна вара хăйĕн çынни тăвать, тет. Акă пĕрре çав вĕре-çĕлен пĕр ял пуссинчен яланах иртсе каяччĕ, тет. Çав ялсем вĕре-çĕлене яланах кураччĕç, тет. Çын умне ансан, вăл, хуп-хура çын пулса, çарамасах тăраччĕ, тет. Вĕре-çĕлене хăйне вăрçтарсан, çынна часах йытă туса, утланса каять, тет те, хăй çынни туса, асаплантарса çӳрет, тет. Хăйне пĕре те вăрçтармасан, тивмест, тет. В. Олг. Тотар ĕмпӳ, сиксе тохса кайсан (после взрыва), вĕре-çĕлен полса вĕççе кайнă. Н. Седяк. Вĕре-çĕлен — çăварĕнчен вут пĕрĕхсе кăларакан çĕлен. Якейк. Вĕре-çĕлен армантан тохса пирн çипа (= çипе) чашкăрса иртсе каþ (пролетел над нами). Могонин. Вĕре ĕçлен (= çĕлен) ернĕ. Хорачка. Вĕре-çĕлен çипĕçса, теччĕ она, вăл вара çынтан оþльмаст виличчен. Изамб. Т. Вĕре-çĕлен ерни (болезнь). || Н. Седяк. «Вĕре-çĕлен ― удав». Курм. Хăнча, тинĕс хĕрне кайса, тинĕс хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, вырăсла хапха йопи тутăр, тата хапхине те хăйăртан тутăр, çав хăйăр алăка уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин мана ертĕр. Атăл хĕрне кайса, Атăл хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, хапха йопи тутăр, хапхине тутăр, çав хапхая уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин килтĕр ман пата. Сăр хĕрне кайса, Сăр хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, хапха йопи тутăр, хапхине хăйăртан тутăр, çав алăка уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин мана çипĕçтĕр. (Из наговора против «вĕре-çĕлен»).
вĕрем
время. Сред. Юм. Паян врем (= вĕрем) иртмесĕр шалт аптрарăмăр. Сегодня время тянется томительно долго. N. Эпир çав вĕремре Атăл курма карăмăр. В то время мы ходили смотреть Волгу. С.-Устье. Вĕрем çитĕ-ха (придет еще время), четвĕрт эрех парăп та, тесе каларĕ, тет те, тухса карĕç, тет. N. † Шурă калпак тăхăнтăм, калпак тăхнас (= тăхăнас) вĕрем мар. Пикшик. Килтен тухнă вĕремелле (= вăхăталла, т. е. около времени выезда).
вĕрен
(вэ̆рэн', врэн'), учиться. Иваново. Икĕ уччитлĕпе вĕрен меллине пĕр уччитлĕсĕр тăрса юлтăмăр. Вместо того, чтобы учиться с двумя учителями, мы остались совсем без учителя. КС. Вĕренес вырăнне алхасатăн. Вместо того, чтобы учиться, шалишь. Байг. Кушкăра виçĕ çул вĕрентĕм, анчах вĕренсе тухачченех вĕрентмерĕç: килте ĕçлеме кирлĕ, тесе, кайран ямарĕç. Тим. Тутарла калаçма нимпе те вĕрĕнсе çитейместĕп. Я никак не могу выучиться говорить по-татарски. Сред. Юм. Вĕренчĕ-вĕренчĕ, çôк, ниме те вĕренсе тôхаймарĕ. Учился, учился, а все же в дело не вышел. Трхбл. Ăна вĕренме янă пулсан, вăл халь те вĕренĕ-ччĕ (учился бы и теперь). К.-Кушки. Эп вĕренейменрен мар, вĕренес килменрен вĕренместĕп. Не изучаю потому, что не хочу, а не потому, чтобы я не мог изучить. Ч.П. Вĕренесси пит нумай та, вĕренсе пĕтерсе пулмарĕ. Регули 321. Эп ĕлĕк пĕрластăк вĕренсеттĕм-ччĕ, халь мантăм. Эпир çур. сĕр-шыв 18. Пирĕн ялти халăх çырма-вулама çурри те пĕлеймест. Çапах та пирĕн ялтан вĕреннĕрех (образованные) çынсем тухкаланă. || Привыкать. Сл. Кузьм. 148. Пыра-киле шку.ла вĕрене (учиться грамоте) пуçларĕç. О сохр. здор. Мăй çапла кирлĕ мар чухне шарăхпа (в шарфе) сӳренĕ пирки ăшша вĕренет. Орау. Этемĕн вĕренни çал ĕнтĕ. Такова уж сила привычки. Сборн. по мед. Ĕçке вĕреннĕ аçаран-амаран. Изамб. Т. Те вĕренментен, киле килес килет. Должно быть, по непривычке, хочется домой. Орау. Ку кĕр-кунне (или: кĕрте) хальччен кĕрĕк тăхăнман-ччĕ те, вĕренмен ― пит ăшă пуль паян (т. е. без привычки вспотел, мне жарко). || Привадиться. N. Ку арăм патне пĕр кӳрĕш çынни хăнана çӳреме вĕреннĕ, тет. Ст. Ганьк. † Арăма ятăм хурала, арăма хура ача вĕренчĕ (= иленчĕ, ермешрĕ).
вĕрке
(вэ̆ргэ), кишеть; вибрировать. Шăна чирсем сарать. 21. Е, турилккасем çине ярса, шăна вĕркекен çĕре лартаççĕ. N. Хурт пек вĕркеççĕ (пулăсем). Чĕлкаш. 69. Ун ăшĕнче шутсăр нумай хапсăнусем, сăмахсем, калаçусем вĕркенĕ. Калашн. Хуйхăлă чан сасси янăрать, вĕркет. Шурăм-п. № 18. Чул-Хулапа Хусан хушшинче çак çул çинче темĕн чул этем, темĕн чул упус вĕркет. ‖ Сновать взад и вперед. Шибач. Ма вĕркен çаплах? Пӳрт сивĕтсе яран! (ходишь взад и вперед). Хурамал. Ма вĕркен? Пӳрте сивĕтен! (ялан çӳренĕрен калаççĕ). Сказки и пред. чув. 28. Калла та малла та урам тарăх шап-шурă халăх кунĕ-кунĕпе вĕркет ĕçсĕрех ĕçкĕ-çикĕре. Ст. Чек. Вĕрке ― вертеться, кружиться (о людях, птицах, насекомых). Ч.С. Çапла пошар патĕнче ачи-пăчипе-мĕнепе (надо: ачи-пăчи-мĕнĕпе) вĕркеç. Ib. Унта этем кăткă пек вĕркесе, чупкаласа çӳреççĕ. М. П. Петр. Часах хупахри çын вĕрке пуçларĕ. N. Вĕркет = чупкаласа çӳрет. N. Ачасем вĕркесе çуреççĕ (быстро снуют). N. Çил вĕркет (дует быстро, в разных направлениях). N. Хурт вĕркет. Пчелы летают взад и вперед. С. Тим. Тĕкме витĕр юр вĕркет (т. е. беспорядочно вьется. Çăнăх аллани). || В переносном см. Бурунд. Чун шикленет, ăш вĕркет, пуç тӳпинчен сĕрĕм тухать. Сред. Юм. Чĕре вĕркет. На сердце неспокойно. Хыпар № 28, 1906. Санăн ăшу пит тулса, вĕркесе çӳрет пулсан, асту ― эсĕ вилмелле этем.
вĕсен
их (род. п.). Трхбл. Вĕсен ĕни пит ăнчĕ: вăл хире-хирĕç сутарат (доит тепĕре пăрулаччен, т. е. от отёла до отёла). Турх. Вĕсен урлă пĕр çуртра хура-кăна хĕр пурăнать. N. Вĕсен асĕнче пулнă, тет (было на их памяти).
вĕçкеле
учащ. ф. от гл. вĕç. Сказки и пред. чув. 35. Ялттин-ялттин сикнĕ чух, шурă карттус тупийĕ халăх куçĕ умĕнче хут татăк(ĕ) пек вĕçкелет.
вĕççе
вĕçсе ӳк, слетать. || Юрк. † Яш хура вăрман янăранипе вуниккĕш те (12 кукушек) харăс вĕççе ӳкĕç. Вĕççе ӳкнипе хирти тырă-пулă хумханĕ. Ib. † Аттепе анне аса килсессĕн, вĕççе ӳкес-чĕ ― çунат çук (перелетела бы к ним, но нет крыльев).
вĕçтер
понуд. ф. от гл. вĕç. КС. Шăнкăрч чĕпписене вĕçтерчĕ (пустил летать своих птенцов). N. Кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ, тет. («Где тонко, там и рвется»). N. † Сăрт айĕпе çол турăм, çил-тăман килсе вĕçтерсе карĕ (занесло метелью). Якейк. Тыр вĕçтерес ― таса мар тырра çил пор çĕре илсе тохса, вĕçтерес, тени полать. Шăналăк сараççĕ те, пăтаккапа çав шăналăк çине тыррине йохтараççĕ; вара пор çӳпĕ-çапă вĕççе кайса пĕтет, пĕр таса тырă анчах йолать. N. Куç курми вĕçтерет (бушует пурга, буран). N. † Хранцус тутăр вĕçтертĕм (пустила развеваться) савнă тусăм кăмăлĕшĕн. || N. Мĕшĕн ачан ăйхине вĕçтертĕр? Зачем вы разгуляли ребенка? || N. Ăша вĕçтерекен (тоскливые) шухăшсем. || Сказки и пред. чув. 14. Утă пĕтсен, тыр вырма хура халăх вĕçтерет (спешит, стремится). Ч.С. Эпĕ, çак сăмахсене илтсенех, тăр та, нимĕн чĕнмесĕрех, киле çарранах вĕçтере патăм. N. Иван вара çавăн чухах кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çĕрелле (где виднелся сине-зеленый туман) лашине вĕçтерчĕ, тет (припустил). Б. Яныши. Эпĕ апи апла пурнине (= пынине) курсассăн, часăрах килелле вĕçтере партăм. Ib. Эпир, уя тухса тарас тесе, тирне-тирне (= тирĕне-тирĕне, спотыкаясь) вĕçтере партăмăр. Орау. Туххăм вĕçтерсе кайса килем-ха (сбегаю). Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă соваска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. || Хыпар № 25, 1906. Ялсенче халĕ час-часах студентсем çинчен калаçаççĕ. Вĕсем çинчен темĕн те пĕр вĕçтереççĕ (пускают слухи). Ib. № 23, 1906. Удел вăрманĕсене ют патшалăхри хуçасене сутаççĕ, терĕç. Анчах вăл тĕрĕс мар иккен, ăна веçтерсе-калаçнă. КС. Ял тăрăх çăмах вĕçтерсе çӳрет (сплетничает). || Завражн. Вĕçтерсе тăкам ак! Изобью! || Форсить.
вĕтеш
вероятно, описка, вм. вĕчеш. СПВВ. ИА. Хура çĕр пирки вĕтешсех, пирĕн аттесем вилчĕç-ĕçке. Ib. Вĕтĕшес (sic.) = тавлашас.
вĕт улача
назв. пестряди с мелкими клетками. К.-Кушки. Вĕт улачана икĕ ăсапа тĕртеççĕ: кумми ― тăватă пĕрчĕ кăвак, иккĕ шурă, ураççи ― иккĕ кăвак, пĕрре шурă.
вĕт-кайăк
назв. птицы. Сред. Юм. Вĕт-кайăк ― çерçирен те пĕчиккĕ, çинçе, хĕрлĕ пĕсехеллĕ кайăк. Хĕлле вăл улмăççи пахчисĕнче çӳрет; çиессе хура-вăрсĕм, шăпкансĕм çиет.
вĕтĕ-шакăр
, вĕт-шакăр, (шагы̆р), то же, что вĕт-шак, вĕтĕ-шакă. КС. Вĕт-шакăр, маленькие. Ib. Вĕт-шакăр ачасем ăрама тулнă. Кан. 1928, № 241. Паян таврăнаççĕ, терĕç вĕт-шакăрсем. Букв. 1904. Малтанхи юр çурĕ те, вĕтĕ-шакăр ача-пăча купи-купипе шап-шурă урама кĕпĕрленсе (гурьбою) тухрĕç. Макка 129. Карчăксемпе стариксем вĕт-шакăра çитиччен.
йăтăнса лар
стоять массой, громадой. Ч.С. Унта çырла пит нумай, хура вăрман (лиственный лес) пек йăтăнса ларать (и такое множество, что они затемняют землю). Сред. Юм. Ах тôр, Хосанта кăш-кăш çôртсем йăтăнса лараççĕ, тепле çĕр чăтса ларать! («Йăтăнса» показывает на величину и на силу давления, производимого зданиями). КС. Хусанта тем тĕрлĕ чул çуртсем йăтăнса лараççĕ. N. Ир тăрсан, пăххăрĕç, тит те, пӳрт йăтăнса ларать, тет. Икĕш те хăраса кайса ӳккĕрĕç, тет. („Йăтăнса ларать“ не означает развалин, а указывает на громадность здания).
йăшăлтаттар
понуд. ф. от йăшăлтат. || Ползти с силой. N. Пăхатпăр: пĕр тĕмĕ айĕнчен хуп-хура çĕлен йăшăлтаттарса тухать. Альш. Тăнă çĕртех йăшăлтăттартăм. Stans futui.
йăштăк
то же, что яштак. К.-Кушки. † Хура вăрман хуххине суйларăмăр йăштăкне; эпир суйласа, юлашки лартăр тăрри çурăличчен. Сомн.
йĕкĕт
(jэ̆гэ̆т), молодой человек, парень; молодец. Ст. Чек. Йĕкĕт = çитĕннĕ ар, парень. Образцы. Калăрсамăр йĕкĕте, хĕр ĕмĕтне ан таттăр. Зап. ВНО. «Йĕкĕт — юла; молодой, ловкий парень» (б. Буинск. у.). Ib. † Вĕттĕн, вĕттĕн утакан пурте хитре йĕкĕт мар. Ib. † Ача, йĕкĕт, хам хыççăн, ларма çулпе (= çулĕпе) хам ертсе хам каям. Янтик. † Ан куллянăр, йĕкĕтсем, хôрĕх çулхи хĕр пур, тет. Не тужите, молодцы: говорят, что (для вас) имеется сорокалетняя девушка. Ст. Шаймурз. † Ачăрсем те матур, йĕкĕт таса, мĕншĕн тупаймасть савнине? Ау 254°. † Шурă Атăл хĕринче мĕн ĕçлеççĕ? — Икĕ йĕкĕт лавккасем лараççĕ. N. Атăлăн леш енче икĕ йĕкĕт лавкка лараççĕ, шерпетпеле питне çăваççĕ. Ала 55. Йĕкĕт! кĕрсе кай-ха. Молодец, взойди-ка туда. Ib. 66. Çапла вара хĕре исе тухса каяççĕ; хĕре исе тухсан, кĕрӳ-каччи çумĕн йĕкĕтсем çав малтан каланă юрăсене юрлаççĕ. N. Анчах ĕçлекен хуртсем йĕкĕт çав: кĕр-кунне, пылсене илсен, вĕсем валли вĕллене апат сахал хăварсан, вĕсем вара сăр-хуртсене хăваласа кăларса яраççĕ. Сред. Юм. Ача пит йĕкĕт ô, пôрне те пôлтарать. Парень молодец: все может сделать. Юрк. Ун пеккисене вара салтака плекенсем те: йĕкĕт! тесе, мухтаса илеççĕ. Таких, как он, при приеме на военную службу называют молодцами. М. П. Петр. Яш-йĕкĕт.
йĕлен
назв. одежды. Н. Седяк. Йĕлен — одежда. Симб. † Сирĕн çире йĕленсем пит килĕшет, те аркине тикĕс каснăран? Ib. Йĕлен = çӳхе тумтир. Н. Карм. † Хура йĕлен сире пит килĕшет, аркисене тикĕс каснăран. N. † Çулĕ пĕр ту çине улăхнă чухне çил çавăрчĕ йĕлен аркине. N. † Арçынсем илемне, ăй, мĕн кӳрет? Пĕрмеллĕ йĕлен пит кӳрет.
йĕлменĕх
ильмовый лес. Юрк. † Аслă çулпа пынă чух йĕлмелĕхе тĕл-пултăм. Чăв.-к. † Хура вăрман хĕрри вĕренелĕх, вĕренелĕх хĕрринче йĕлмелĕх.
йĕм
(jэ̆м), портки, штаны. Юрк. Алă-шăлли вырăнче кирек хăçан та вĕсенĕн кивĕ, ниçта юрăхсăр çĕтĕк-çурăк улача йĕмлескер (что-то в роде порток) çакăнса тăрат. Абаш. Йĕмне хăпарта-хăпарта кĕчĕ (подтягивая). N. Йĕмĕре тăхăнăр та, пырăр, кĕпелерен калаçнă (рубаху, по уговору, дадут там). КС. Йĕм вĕççĕн, в одних нижних штанах (м. б. и в рубашке. Сред. Юм.). Якейк. Ку лаша ăна йĕм хутарать (= уппткă тăвать). N. † Тури касăн хĕрĕсем йĕмне антарса кăçкăраççĕ. Тайба. † Чаплă, чаплă аппасен кĕпи кĕске, йĕм хура. N. Манăн порте пор, киле пырсан, аrămăn jĕm tоlli (-λиы) k...i pоr.
йĕнĕ
(jэ̆н’э̆), ножны; берлога. СТИК. Çĕçĕ йĕнни, ножны для ножа. А. Турх. Йĕнĕ — ножны. Т. М. Матв. Пĕр йĕнĕре икĕ упа килĕштереймест. В одной берлоге два медведя не уживутся. (Послов.) Баран. 125. Кĕр-куннеренех упа хăй валли йĕнĕ хатĕрлесе хурать. Еще с осени медведь приготовляет себе берлогу. Ч. П. Çĕçĕ ркме йĕнĕ патăм. Т. П. Загадки. Пĕр йĕнĕре икĕ çĕçĕ. (Тулă пĕрчи). В одних ножнах два ножа. (Пшеничиое зерно). Тюрл. Йĕнĕ, ножны. Çĕçĕ йĕнни. Хĕç йĕнни. V. S. Упа шăтăкĕ (йĕнни), берлога. Кора-к. Упа хăй йĕнине (siс!) йăтнă, тет те, хĕлле кĕç выçă вилмен, тет. Медведь натаскал в свою берлогу (литвиньи), и зимою чуть не издох с голоду. Ст. Айб. Тилĕ тус, вĕсенчен тарса, пĕр упа йĕннине (в берлогу медведя) кĕрех кайрĕ, тет. Псалт. 10,2. Çĕмĕренĕсене йĕннине хурса хатĕрлерĕç. || Ст. Чек. Мунча йĕнни, хура пӳрт йĕнни (дыра лдля выхода дыма, около двери в курной избе).
йĕл
(jэ̆п), игла, иголочка. Никит. Хамăр питĕ йĕпентĕмĕр: йĕп чикме те шăтăк çук. Мы сами до того вымокли, что не осталось сухого места, куда можно бы было воткнуть кончик иголки. Кан. 1927, № 210. Йеп шыранă пекех шыранă. Искали как иголку (внимательно). Ст. Чек. Эп Ентрипе йывăр çын чухне тĕлĕкре çиплĕ йĕп илеттĕм – Ентри сывă юлчĕ; Сăпанипе йывăр çын чухне ялан тĕлĕкре çипсĕр йĕп илеттĕм — Сăпани, çуралсан, ик эрнеренех вилчĕ. Когда я была беременна Андреем, то во сне брала иголку с ниткой — Андрей остался жив; когда была беременна Степанидой — брала иголку без нитки — Степанида через две недели по рождении умерла. Т. М. Матв. Михĕре йĕп тăмасть. В мешке не удержится иголка («шила в мешке не утаишь»). Орау. Пирĕн чăлха çыхма, чăлха пуçсем çыхма йĕп вĕренереп, кăпчанкăран тăваççĕ. Вязальные иголки у нас делают из клена или из жимолости(?). Янтик. Пит тĕттĕм: куçа йĕп чиксен те, курăнмас, куçран тĕртсенте, курăнмас. Якейк. Онтан хăраса, порте йĕп тăрăнче çӳреççĕ (он всех держит в страхе). N. Аçу оринчен йĕн кăлартăн-и? Вынул ли ты из отцовской ноги иголку? N. Аçу оринчи йĕпе кăлартăн-и? Вытащил ли ты иголку, которая была в отцовской ноге? Сказки и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть (хоть иголкой (глаз) выкоди ничего не видно). СТИК. † Йĕп чиксе курăнман. Ни зги не видно. Качал. Пирĕн мучин утмăл чалăш кил-карти; улттă пусса çитмесен, ура тупанне йĕн çапат. Красн. Горка. Йĕп пек вĕтĕ симĕс курăксем тухаççĕ. Чураль-к. Кăмакăра йĕп ташлĕ. (Вут çунни). В печке запляшет иголка. (Горение огня). † Панклеи. † Москавпа Питĕр хошшнче йĕпрен кĕпер хунă, тет. (Салтак юрри). Ч. С. Ял çап-çутă; йĕп пăрахсан, йĕп те палăрмалла (во время пожара). Ib. Урамра çап-çутă; йĕп ӳкерсен, эп те курăнмалла. Бюрганский. Часрах парса яр çакна (поскорее дай ему, что следует, и отпусти); тек сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ, хăйсенчен йĕп чухлĕ (ни на грош) усă та çук. Т. Анчах шурă лаша пултăр, ниçта та йĕп вĕçĕ пек те хура тĕк ан пултăр... Чăвашсем 28. Унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ (маленькая трещина), йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ, тесе (перед тем, как итти хоронить). Ст. Шаймурз. † Шурă-шурă, çăмарта, йĕп кĕме те вырăн çук. N. † Шурă-шурă çăмартин йĕп пусмалăх вырăн çук. Мусир. † Вĕренер çулĕ — çемçе çул, хăяккăн выртса килтĕмĕр; Мăн Çырма çулĕ — хыта çул, йĕп тăрăнче килтĕмĕр (приехали на кончике иголки (т. е. неспокойно). N. † Малалла ĕнтĕ мĕн турă парат: йĕп тăрăнче, шăллăм, тăратпăр. (Солд. п.). Турх. Ман çинче йĕппĕмрен çын ӳчĕ те çӳçенĕ. Юрк. Йĕппе пус чавнă пек (т. е. по пословице: овчинка не стоит выделки). Бюрг. Йĕппе пусă алтни. СТИК. Йĕп тăрринче ирттертĕм ку çĕре. Я провел эту ночь очень тревожно.
йĕп вĕç
вончик иглы. Образцы. 15. Шурă-шурă çăмартан йĕп-вĕç пек те хури çук.
йĕпкĕм-хура
то же, что йĕпкĕн хура. Бигильд
йĕпкĕн
(jэ̆пкэ̆н’, jэ̆пк’э̆н’), слово, точное значение которого не извеетно. Альш. † Хура шăрçа хушшине йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. СПВВ. † Атăл хĕрĕнчи хура хĕрсем пурĕ те хура, йĕпкĕн куçлă (черноглазыз). Питушк. Йĕпкĕн пек хура, пречерный. Юрк. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, антăм йĕпкĕн хулана. Йĕпкĕн хулара мĕн хаклă? Йĕпкĕн хура (вороная) лаша, çав хаклă. СПВВ. Йĕпкĕн хулă (знач. неизв.) Ч. П. Йĕпкĕн Антри хули. Ib. Йĕпкĕн хура лаша. || Назв. черного узора, вышитого по белову полю. Якейк. Халь йĕпкĕнне туса тохрăм, ханăслама пуçлап ĕнтĕ. Йĕпкĕн тесе, шор сорпан, шор пир çине хора порçăнпа тунине калаççĕ; кĕпе тĕррине те валтан йĕпкĕнне тăваççĕ, онтан ханăслăççĕ. Б. Олг. Сорпан йĕпкĕн туас (предварительный узор черными нитками, после которых шьют шелком). Хорачка. Йĕпкĕн кап (-ҕап) хора, пречерный.
йĕпкĕн-хура
блестящий и очень черный. Ч. П. Йĕпкĕн-хура, ут. Лошадь вороной масти. Якейк. Йĕпкĕн-хора — пит хора. СПВВ. ЕХ. Йĕпкĕн-хура — питĕ çутă-хура. Сред. Юм. Йĕпкĕн-хора, очень черный. Тиханьк. Йĕпкĕн-хора, черный как смоль. Вотлан. Пасара хура хĕр нумай тухать, йĕпкĕн-хури сайрарах. Пшкрт: jэ̆пкэ̆н-хора — пєт-хора. Тайба. † Пилĕкĕрти пиçиххи йĕпкĕн-хура пурçăн мар.
йĕпсе
(jэ̆псэ), вязальная игла; кривая игла для сшивания кулей; род вертела. Изамб. Т. Йепсепелен чăлха çыхаççĕ. Сред. Юм. Чôлха çыхма сысна шăмминчен пысăк йĕп тăваççĕ, çавна йĕпсе теççĕ. Ib. Пансхи (= пански) чôлхасĕм çыхнă чôх пилĕк правăк йĕпсепе çыхаççĕ. Ib. Чăпта çĕленĕ чôхне тимĕр. кôкăр йĕпсепе çĕлеççĕ. Ib. Ачапчасĕм, лаша çитерме кайсан, паранк пĕçернĕ чохне, паранка аякран чиксе илме вăрăм патак шӳретсе тăваççĕ, çавна та йĕпсе теççĕ. СПВВ. ФВ. Йĕпсе — алса йĕппи, уна шăмăран, йĕп пек шĕвĕртсе, куçлă тăваççĕ: алшиш-чулха çыхаççĕ. Тюрл. Чăлха, алшиш çыхма йĕпсе (хытă йăвăçран, тăхлантан тăваççĕ); çăмах çиекен шăрпăк пек. || Маточник старой формы. Торх. Бугульм. † Хура вăрман çине эп хурт лартрăм, камăн йĕпсе пурри хурт тытĕ. Образцы 105. Анкарти пĕр хыçне хурсем (чит. хуртсем) ятăм, камăн ылттăн йĕпсе те çав тытать. Лашман. † Хура вăрман çине эп хурт ятăм, кам йĕпсе пурри çав тытĕ. Ст. Чек. Йĕпсе — ама лартакан арча. СПВВ. Йĕпсе — маточник; йĕпселе — йĕпсепе тир. Мыслец. Йĕпсе, маточник. Хурамал. Йĕпсе, колодка, куда сажают матку. Ходар. Йĕпсе, деревянный маточник. || Иглица, шпона. М. П. Петр. „Йĕпсе — шпона, которой скрепляются доски или брусья при их сплачивании“. В. Олг. Алăк йĕпси, стел йĕпси. Шел. 75. Хăшĕ чупа çунаççĕ, хăшĕ йĕпсе шăтарать. Ib. 96. Юпасене картласа, йĕпсе тăхăнтараççĕ (у моста). Рус. Йĕпсесем — шканты. || Паас. Йĕпсе — стропила. || Стержень для надевания цевок. Зап. ВНО. Йĕпсе — сăса йĕппи.
йĕпсĕн
одобрять. Собр. † Пирĕн пичче хĕрне çын йĕп-сĕнмес, терĕç пулĕ. Хура шăшкă мăйрине çын йĕпсĕнмес, терĕç пуль.
йĕпхĕн-хура
(jэ̆пх’э̆н’-х̚ура), тоже, что йĕпкĕн-хура. Сиктер.
йĕр
(jэ̆р), след. Альш. Тӳн-тӳрĕ йĕр хывать (против. кукăр-макăр çул тăват“). Прокладывает прямой след. Регули 1285. Йĕрпе топрăм сире. Я нашел вас по следу. Изамб. Т. Ваçлей, йĕрпе кайса, лашине çавăтса килнĕ. Василий пошел по следам своей лошади и привел ее. Ч. К. Ырă ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. N. † Лап-лап çерем лап çерем, лан çеремрен шыв юхат; йĕрне йĕрлес терĕм те, тарăн курăк тĕнĕнче. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Арăм пырса çитнĕ çĕре Купис Кĕркури патĕнче сурăхсем йĕрĕ те çук. Орау. Вăсам патне йĕр пынă. К ним привели следы (при краже). N. Патша, хĕрĕ йĕрсĕр (бесследно) çетнине пĕлсен, питĕ хуйхăра пуçланă. Ч. П. Хура сăсар тухнă, йĕр тунă (проложила след). Б. Янгильд. Çак пĕчик мулкачă йĕри сăрт çуммипе каят. Следы этого, маленького зайчика идут вдожь горы. || Переносно. Ст. Чек. Пĕрев упăшки вăрă, арăмне те вăрлама вĕрентет: арăмне хăй йĕрнĕ пустарат (заставляет жену следовать своему примеру). Собр. 32°. Усалăн йĕрне ан пус, теççĕ. С. Акă çавах хам йĕре ӳкертĕм! || Линия, черта. Альш. Хĕрĕ-каччи, пĕр йĕре тăрса (встав в одну прямую линию), урама урлă шăнăçаймасан, ик-виç ĕрет пулса, пĕр ĕрет хыçĕнчен тепĕр ĕрет, пыраççĕ (идут в хороводе). N. Шыва чул пăрахрăм та, шыв йĕри-тавра йĕр-йĕр туса картланса кайрĕ. Кинул в воду камень, и в воде образовались круги. || Полоса. Кивĕ-ял. Йĕр — полоса, напр., семян, насыпанных на столе. СТИК. Йĕр-йĕр тăрăх («говорят про полосатую рубашку»). Орау. Çурăмĕ тăршшипех, пĕр ал-лапки сарлакăш, кăвак йĕр анать. По всей спине (на теле) идет синяя полоса шириною е ладонь. Ib. Йĕр-йĕр хĕрлĕ (с тонкими красн. полосами) кĕпе-йĕм. Ib. Тутарсем йĕм(ĕ)сене йĕр-йĕр хĕрлĕ япаларан çĕлеççĕ. Ib. Такăш пушăпа тивернĕ пек, çамки урлах хĕрлĕ йĕр выртать (или: каçать). || Строка (в лапте). Сред. Юм. Çăпатан пĕр йĕр тальчĕ (= татăлчĕ), халех тăпăлса тôхать ак. Одно лыко (у лаптя) износилось, скоро и другие износятся. || Тропа. Юрк. Карташне тăманпала юр тулнă, выльăхсене çӳреме йĕр çук (нет тропочки для скотины). N. Çав вăкăр мăйракипе йĕр турĕ, тет, чĕрни вĕçĕпе çул турĕ, тет. (Такмак). Кĕвĕсем. Анкартисем хыçĕнчен епĕ йĕрсем хыврăм, Раштав тăманĕсем пытарчĕç. Буглульм.? Евчĕ килне йĕр хуçĕ (бык). || Строка (в книге). Белая Гора. † Аттеçĕм ларать-çке сарă тенкелли çинче, илнĕ аллине хăйĕн кĕнекине; пĕр йĕрне вулать, хал те макăрать. || Надрез. Юрк. Касса йĕр тусан, кĕпине çурса илеçсĕ. ||. Б. Олг. Йĕрне çĕтер (у КС. — йĕрне çĕттер), привести в беспорядок. См. йохăн. Основание, причина. Б. Олг. Пăхнă вăл çа теляна (делянку), пĕлнĕ; çа пĕлнĕ йĕрпе, она исе прахрĕ, туат çĕр çитмĕл пилĕк тенкĕ парчĕ. Б. Олг. Мĕн йĕрпе кисе? Зачем пришли?
йĕтем юпи
йĕтем йопи, столб на середине тока. Магн. М. 144. Т. П. Загадки. Хунĕм хĕрĕ хура кĕççе çинче ларать. (Йетем йупи). См. кару юпи.
йĕтĕн
(jэ̆д’э̆н’, jэ̆дэ̆н’, jэ̆дэ̆н), лен. Юрк. † Айлăм айне йĕтĕк актартăм, йĕтĕн тутăри эпĕ турăм. Ядр. Йĕтĕн çип пир кĕпи. Ib. Йĕтĕн çин тоттăр. Сорм-Вар. Йĕтĕн çип тутăрĕ. Ib. † Йĕтĕн пирри пулсассăн, алăра тытса тăрас, тет. N. Йĕтĕн сӳсе çиппи çинче(= çинçе) пулать. Изамб. Т. Хăшĕ çаран çине йĕтĕн сарат. N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, ăна çăлса сарма кам пырĕ? Якейк. † Хамăр ялăн хĕр ори йĕтĕн варри чăрки пак. С. Дув. † Пыраттăм, пыраттăм эп çулпала, йĕтĕн картисене тĕл пултăм. Ч. П. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук. Коракыш. Уйра ылтăм пуçлă ача, ларĕ. (Йĕтĕн пуçĕ, головка льна). Альш. Ваттисен килте тутарнă хура шĕлепке е çула та йĕтĕн çĕлĕк (у стариков бывает...). Чураль-к. † Пурçăм туттăр пирĕн аки, эпир тепре киличчен йĕтĕн туттăр пулминччĕ. Пазух. Йĕтĕн тутăр çыхакан пурте çук çын хĕрĕ мар. Ч. П. Йĕтĕн сар, стлать лен.
вайшăн
(ваjжы̆н), искать удобного момента. Орл. Те тумтирĕсем, кĕпи-йĕмĕсем тĕссĕртен, те тĕрмиях çаплалла туса ярать вăл ристансене,—тĕрмене халиччен ленкмен çын пырсан, вара вĕсем ăна кĕç-вĕç хыпса çăтас пек: мĕн-те-пулин туртса илмелли çук-ши? тесе, шурă куçĕсемпе сиввĕн анчах пăхкаласа, мушике хĕстересшĕн вайшăнса çӳреççĕ. См. вайăкла.
вакла
разменять, мельчать, крошить, изрезывать на части. Изамб. Т. Хăвăн укçу ман çумри укçана ваклама çитет-и? Хватит ли у тебя денег разменять мои деньги? N. Вăл хура (гуся) вакламасăр пĕçереççĕ. Торп-к. † Порçăн пушине ваклама хурăç çеçĕ кирлĕ-мĕн. Имен. Хачă тытрĕ те, пире вакласа, чӳречерен, темĕскер каласа, п(ă)рахрĕ. Схватил ножницы и, разрезав хõлст на мелкие кусочки, бросил в окно, ваговорив что-то. Упа 816. Унтан тăп-тулли вакласа тунă кĕмĕл пуссем пулнă. Янш.-Норв. Пăтти пиçсе ансассăн, виççĕн, хай купаланă пашалусене тăваткăл татăк туса, вакласа хураççĕ. Ч. С. Пăрăва пĕçерме пĕр кĕпер хăми илсе килсе вакларĕç (изрубили). Ib. Тăрсан вара, вăкăрне, пусса пăрахса, вакласа, пĕçере пуçлаççĕ. N. Ĕнине пуссассăн, ашне вакланă чухне, пырĕнчен кĕленче катăкĕ тупнă. || В перен. см. Якейк. Сăмах ваклакан çын сана тем те топса парĕ (о находчивом разговорчивом чел.). Çутталла 20. Çынсем утрĕç ерттелпе, тĕрлĕ сăмах вакласа. КС. Вăл пит сăмаха вакламасть. Он не очень разговорчив. Сказки п пред. чув. 105. Ку темĕнле йăваш хĕр, тесе, халлап ваклаççĕ. Ib. 27. Туй халăхне йĕртнине халап туса ваклаççĕ (повествуют). Изамб. Т. Вакла — говорить пространно и без пользы. Ib. Ан вакла ĕнтĕ! эс вакламасан та пĕлетĕп. Не рассусоливай, и без тебя знаю. N. Сăмаха пит ваклакан çын, человек слишком много говорящий. || Распределить. Хыпар № 8, 1906. Çав 854 миллион (= мĕлюн) тенкĕ укçана 138 миллион çын çине вакласан, кашни çынна, арçынна та, хĕр-арăма та, 6 тенкĕ те 19 пус тивет. || Рассматривать, обсуждать в подробностях.
валĕм-хуçа
назв. почитаемого существа. См. Магн. М. 75. Н. И. П. Пӳлертен Валĕм-хуçа патне кайнă çĕрте, ту хĕррипе пынă чух, ту уçăлса кайса, хĕрсем, тухса, çылăхсăр çынна исе кĕреççĕ. Унта вăсам темĕн тĕрлĕ илемлĕ чечеклентерсе пĕтернĕ шап-шурă тумтирсемпеле, тӳшек-минтерсемпеле пурăнаççĕ, тет. М. Сунчел. Е пĕсмĕлле! Валĕм-хуçа, сана та асăнатпăр, витĕнетпĕр, эсĕ хăвăн ывлусене хура халăха тивме ан пар. (Моленье). КАХ. Сана асла вĕлĕ шăллĕ, Валĕм-хуçа, ачам-пăчампа пуççапатăп, асăнатăп. (Моленье в тайăн сăра. В с. Ходарах именем аслă кĕлĕназывается Питтури). В той же молитве к Валĕм-хобращаются со словами: „Йыттусене пирĕн выльăхсем патне ан яр“. ТЛТ. Валĕм-хуçа амăшĕ, Валĕм-хуçа... II Сунчел. Валĕм-хуçа — пӳлерти таса çăл. N. Вăн Валĕм-хуçа сăра ĕçешшĕн çăварне карса тăрат. (Гаданье). См. Пӳлер.
варлă
имеющий середину. Кубня. † Хура варлă тутăр, ешĕл çӳçе, çыхсан çыхмасан та, пуç тулли; савнă тантăш, хура куç, курсан курмасан та, куç тулли.
вар
(вар), зарывать. Ч. С. Аçа çапса вĕлернĕ çынна çĕре варса (зарывая в землю), пăртак сывлăш тухмалăх шăтăк хăварсан, чĕрĕлет, тет. М. Д. Хумăш тĕпне кайса вар (зарой). Изамб. Т. Çĕр айне укçа вараççĕ. Зарывают в землю деньги. Вĕлле хурчĕ. 10. Çак çӳп-çапсене, хурт виллисене çĕр айне варас (пытарас) пулать. НТЧ. Пыршисене (овечьи) çĕре чавса вараççĕ. (Моленье киремети). Орау. Хурт тытакансам малтанхи хурт çăвăрне яланах пылчăка вараççĕ, тит. Альш. Унта-кунта çынсем ушкăн-ушкăн çӳреççĕ сӳнтерсе: ăçта тăпра сапаççĕ, ăçта тăпра ăшне вараççĕ (на пожаре). Хыпар. № 21, 1906. Илнĕ кунах, тĕклĕ-хурлăхан вăрлăхĕсене нӳрĕ çĕрне тултарнă ешчĕк ăшне акрăм та, ешчĕкне юр ăшне варса хутăм. Сиктер. † Тăван аппа пухрĕ, шур тутăрпа çыхрĕ, варăш тĕпне варчĕ. Байгул. Амăшĕ çисе ярсан, ку мĕн пур пек шăмăсене пурне те пуçтарчĕ, тет те, шурă тутăрпа чӳркесе, хăмăш варрине кайса варчĕ, тет. Сир. 116. Эпĕ юр шывĕпе çăвăнса тасалса алăсене шап-шурă туса хурсан та, çапах эсĕ мана пылчăк çине вăрса (в рукоп. варса) кӳртĕн, хам çийĕмри тумтирĕме хамран чĕрĕнмелле тăвăн. || В перен. см. N. Чаплăлăхăма çĕре вартăр. || Смешивать? СПВВ. НК. Ăслапа çĕпрене варса йӳçĕтеççĕ те...
вар
лучшая часть волокна. Торп-к. Вар (волокно). Н. Сунар. † Йĕтĕн вар кĕпепе, катан-пир шупăрпа, хура урапа, порçын тотăрпа: камăн хĕрĕ? тиеççĕ. Байгул. † Вар-вар урлă килĕмĕр, вар-пир кĕпи тăхăнасшăн (Свадеб. п.). Шибач. Варĕ — лучший сорт волокна, сделующий за «штольпи». Якейк. Варĕ — виççĕмĕш хут шăртласан юлнă сӳс (из него получаются самые тонкие нитки). Мыслец. Варĕ — хорошая часть льна.
вара
ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.
варăш
(вары̆ш), назв. растения. Шибач. Варăш — очень крупное зонтичное раот. Сиктер. Ку хĕр, шăммисене илсе, пуçтарса, шурă тутăр çине çыхса, варш (ниже: варăш) тĕпне кайса хурат, тет.
варлан
пачкаться, мараться. Альш. † Шурă Атăлтан тухнă шурă пулă выртать пасар варринче варланса. Сборн. по мед. 63. Вăл тутăрсене варланине-пĕр çунтарса ямалла. || Испражняться. О сохр. здор. Тата пирĕн хăш-хăш çынсем, тула çӳремелли вырăн тумасăр, ăçта килчĕ унта варланса çӳреççĕ. || В перен. см Никит. Манăн хамăн та утă нумай. Çын çаранне çитерсе (травя) варланатăп-и эпĕ?
ват
(ват), бить, колотить, пороть. Моюнич. Амăше вара ку пусăк ачине çавăрса илнĕ те, ватса пăрахнă (прибила): ма уна тиврĕн? тесе. Сĕт-к. Ватмаллах ватас-ха она пĕре! Поколочу вот когда-нибудь его как следует! Хыпар № 42, 1900. Стражниксем çавăнтах халăха нагайкасемпе вата пуçланă (начали пороть). Синьял. Кошак тохрĕ, тет те, сикрĕ, тет, вăкăр çине куçĕсем çап-çутă, тет. Вăкăра ватса тăкать (избивает), тет, хăй çапах: мар-мăр! тесе ларать, тет. Изванк. Çынсем курсан, тытаççĕ те, велеричченех: пирĕн пата мĕшĕн ăсатса ятăр (т. е. зачем мор к нам проводили)? тесе, ватаççĕ (бьют). КАЯ. Эпĕр аккапа, атте ватасран хăраса, киле каймарăмăр. Мы со старшей сестрой, боясь, что нас побьет отец, не пошли домой. || Ломать, разбивать, раскрошить, раздробить, растирать. Ердово. Чăн малтан хура-кураксем, йăвăç тураттине ватаканăскерсем, килсе краклатса çӳреççĕ. Макка 218°. Унăн шăммине ватма хушмаççĕ. Не велят разбивать его костей. Скотолеч. 23. Хурăн кăмрăкне, çăнăх пек ватса (растерев в порошок), тасатнă вырăна тултарас пулать ХУБ. Чуллă çĕрте анчах тимĕр сӳре юрамасть; унта йăвăç шăллă сӳрепе сӳрес пулать, мĕншĕн тесен вăл чула ватмасть (не разбивает камня). Дик. Леб. Унтан ăна урупа таптаса ват (растопчи). Сред. Юм. Ватать. домает; 2) очень одолевает. || Поранить. О сохр. здор. Çапах та вăл чир сурансăр вырăна ермест, вăл е хыçса татнă çĕре е пĕр-пĕр япалапа шăйăрса ватнă вырăна анчах ерет (сифилис). || Искалечить, изувечить. Кан. 1929, № 185. Лашасене ватса ан пĕтеррĕр-ха. Как бы не искалечили лошадей! || Перепахивать. Кан. 1927, № 237. Анчах ватса акни çинчен виçĕ кун хушшинче страхакĕнте пĕлтерес пулать. || Размывать, прорывать. Икково. Шу ватса (= çырса) кайсан, кирек шта та варашка полать. Янгильд. Çор-конне выйлă шупа ватнă çолсене, çĕр шу типсессĕн, пĕр çĕрте те йосама тăрăшаççĕ. || Мять. Сред. Юм. Картуса ан ват. Не мни фуражку. Ib. Кĕнеке веç ватса пĕтернĕ (измял, изорвал). Ib. Кĕнеке питне ватнă (измял, изорвал). Ib. Тĕркĕшсе томтир ватса çӳремелле мар ôнта, ак эп сире тек кĕрештерсе çӳреттерем. Ирть-к. Ват, мять (табак). || Травить, побить (градом), переломать (о хлебе и т. п.). Упа. Пире каçсерен пур вĕççе каякан выçлăх кайăксем ватаççĕ. Никит. Кам выльăхĕсем ватса кайнă-ха куна? (потравили луга). Хочехмат. Унăн анине кашни каç такам ватма пуçларĕ, тет. Никит. Тырă ку таринччен лайăх-ха; çил-тăвăл-мĕн килсе ватмасан, лайăх пулмалла. || Мучить, изнурять. Полтава 58. Капла ыйтса, чĕрене уссăр ватса хускатан. Хыпар № ЗЗ, 1906. Ирхи çурăм-пуçĕнчен тытăнса, тĕттĕм пуличчен, çан-çурăмне ватса асапланаççĕ. || Зарезать (о волке). Кан. 1927 № 220. Кашкăрсем Туканаш кĕтӳнне 6 сурăх ватнă (волки зарезали овец).
ватă
(вады̆) или ват, старый, старинный, древний, ветхий. Ч. П. Ват, ват инке, ват пуçтарма тухсамăр. Яргуньк. Шăтан-юхан ерсен, йĕрĕх валли нимĕр пĕçерсе: ват аки (см. йĕрĕх), тытрăн-турăн пулсан, çырлах, тесе, хурама пĕрне-шне пĕр кашăк нимĕр янă. N. Çӳлте турă, çĕрте патша, сире кĕл-тăватпăр лайăх чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлăмпа. Ырăлăх-сывлăх патăр, лайăх çынпа паллашма патăр; ватсене курсан, пичче темелле пултăр; çамрăксене курсан, шăллăм темелле пултăр; карчăка курсан, асанне темелле пултăр; çамрăк хĕрсене курсан, йăмăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулччăр; ватăлса, шурă çуçлĕ пулаччен пурăнччăр. (Хĕве хупнă чух пиллени). Çăварни. Кам пĕрре усала вĕреннĕ, ват йăлапа çак сăмахсене итлесшĕн мар, вăл пĕлсе тăтăр... Ө. Никиф. Ват сăн çапнă (постарела лицом). Сред. Юм. Ват çăка е хорама котне «тôла тохсан», кота çăпан тохать, тет. (Народн. поверье). К.-Кушки. Эпир ăна илнĕ чухнех вăл ват лашаччĕ. Мы купили эту лошадь старою. N. † Ват тура пек какамай (т. е. кокамай), ыр кон-çолне халала (= халалла). Регули 715. Çав çын; ватăрах-хи, чăваш. Тот, постарше — чувашин. Сл. Кузьм. 63. Ватти — ватă мар, çамрăкки — çамрăк мар. Собр. Тăрсамăр, ачасем! амаш ватти килет, тет те, хыптарать те çунтарать. || Старость. Орау. Ваттăм çитрĕ-çке ĕнтĕ! Пришла моя старость! Ватту çитнĕ (твоя). Ватти çитнĕ (его). Бугулъм. † Выльсам-и, тантăш, ай, кулсам-и, çамрăк пуççу ватта юличчен. Альш. Ватта хирĕç кая пуçларăмăр ĕнтĕ (приближаемся к старости). Орау. Стариккин те ватти çитнĕ те, кушак пек кăмака тăрнчен (çинчен) анмаçть. Шурăм-п. № 25. Куккукĕ тĕрĕс каласа паманнине ватăрахпа (на старости лет) кураççĕ те, ăна ĕненми пулаççĕ. Г. Т. Тимоф. Ватă енне кайсан, çын ытларах калаçакан пулать çав. Senectus natura loquacior. Орау. Ватă енелле карăмăр ĕнтĕ (или: сулăнтăмăр). Ib. Ваттăм çитнĕ-çке ĕнтĕ манăн. Ядр. † Çавă Шăмат хĕрĕсене эпир илсе килмесен, ватта юлас сасси пур. || Старик, старуха, старики, старые люди. РЖС. Ватă ăна каланă. Старик сказал ему. Чăвашсем 4. Ватта курсан, чыслă тĕл пулса, чыслă иртсе кайтăр (по-желание ребенку в молитве). Альш. † Çакă килте пĕр ватă, ан калăрсам йывăр сăмахăра. П. И. Орл. Ватă хисепне кĕнĕ. Вступил в разряд пожилых (гов. о женатых, хотя и мододых). N. Ватта пăхан выçă çӳремен, утта (т. е. ута) пăхан çурран çӳремен, тет. Собр. † Ыраш шăркана ларнă чухне çара алпа ярса тытмарăм; яш пĕве кайнă чухне ватта ятран каламарăм. БВ. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. СПВВ. Ватăсем = стариксем. Альш. Авал ялти-йышри ĕçе ватă шухăшласа, ватă туса тăнă.
верăшка
вершок. N. † Шурă тăваткăл кĕçе кĕтессине верăшкапа виççе касаççĕ.
вех
вешка. Микутк. † Хура вăрман хĕрне вех лартрăм, вăрманĕ сайраран лартнă ăна. См. маяк.
вылян
играть, двигаться (от внешней причины). Ч. П. Аттепе анне, ай, аллинче ылттăнпала кĕмĕл вылянат. Ib. Симĕс кĕленче, шур черкке выляна-çке ыр çын аллинче. Сам. 57. Çапла иккен çут тĕнче; чĕрлет, вилет вăл ялан; иртнĕ çĕр пин ĕмĕрсем — миçе хут вăл вылянман. Сказки и пред. чув. 52. Хура туя аллинче вăльтăр-вальтăр вылянать. Собр. † Вĕрене те курка, сар курка, нумай пыл-çу çинче вылянчĕ. КС. Шухăшĕ пит вылянат унăн (он легкомыслен). Юрк. † Çинçе пӳлĕ сарă ача хамăр умра вылянанат. Бел. Гора. † Шурă хур çуначĕ вылянать-çке сĕтеллĕр çинче. N. Унăн ăшĕнчи ачи выляннă.
вылят
понуд. ф. от гл. выля. Чем люди живы. Хай улпут, пӳрнисемпе вылятса, пӳртри çынсем çине пăхкаласа ларать. Чем люди живы. Урама тухман, ытлашши калаçман, вылятса кулман (не шутил). Чума. Куç шăрçи пысăкланса каять те, çын вара тискерĕн, куçне вылятмасăр (неподвижными глазами), пĕрмаях пăхса выртать. N. Çăвара вылятни (болтовня) килĕшмест. КС. Вăл пит вылятса калаçать (шутит). Ст. Шаймурз. Ачасем вара амăшне алă çинче-кăна вылятса çӳреççĕ (очень ухаживают). Бел. Гора. † Вылятрăмăр утсене ылттăнланă йĕвенпе. Ib. † Атте лаши тур лаша, вылятмашкăн тухрăмăр. Сред. Юм. † Атте хапхи тăрăнче чĕкеç çӳре кăларнă; паянхи кун вылятать, ыранхи кун вĕçтерет. Юрк. † Икĕ ача сарă ача нумай вылятрăм хам умра. Сказки и пред. чув 89. Хушка çăлтăр вылятать çӳл тӳпере çуттипе. Юрк. † Хĕстертĕм купăса хул айне, кайрăм аслă урама вылятса; вылятса, вылятса пынă чух хĕрлĕ хĕр ушканне тĕл пултăм. Чăв. ист. 5. Тĕрлĕ май тупса, кăмăлне вылятать (развлекается). Сказки и пред. чув. 32. Юр юрлакан яшсене чарса, калать сăмахне, хура куçне вылятса. Альш. Сак çинче сĕтел умнерех купăççă ларат, вылятса-тапăртатса. КС. Сăмах вылятни, ябедничанье, сплетничанье. || По сравнению с игрою пчёл. Сред. Юм. † Пирĕн атте хĕр парать (замуж); паянхи кун вылятать, ыранхи кун уйрайрать. || Разыгрывать. Сред. Юм. Эп сехет вылятап. Я разыгрываю часы. || Ч. П. Вылят, пестовать (ребенка).
выркала
учащ. ф. от выру. || Жать слегка, кое как. Чуратч. Сана хура чул тăвам, хам, майра пулса, сана выркаласа тăрам. Изамб. Т. Унпала пĕрле эпĕ тырă выркаласа пĕтеркелерĕм.
вырăс мăянĕ
назван. раст Рак., Касар, № 34. Вырăс мăянĕ Ана çинче, анкартинче навус таврашĕнче ӳсет. Альш. Вырăс мăянĕ, шултăра хура мăян. Вăрман уçнă çемçе çĕрсенче (на мягких чищобах) пулать, тырă хушшинче.
вил
умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.
вилĕм
смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.
вилнĕ çын кĕперри
мост для покойника. См. вилĕ кĕперри. Изванк. Унтан вара çырма урлă килнĕ çын кĕперри хуса, карлăкĕсене çапăсенчен турĕç. Вăл карлăксем çине: кĕпесем, йĕмсем, сурпансем, масмаксем, тăлла-çăпатасем: ялан хура ан çӳре, шурăран-шурă тăхăнса, таса çӳре; çĕн-çынна (çĕн-çынтан?) аван тумланса тăр. Сана мĕн кирлĕ пеккине парса яратпăр; эсĕ ĕçлемесĕр пурăнман, йăвăр тăпри çăмăл пултăр, тесе, çакса ячĕç. Кĕпер айне пăхăр укçа пĕр тенкĕ (= тенке) яхăн пулĕ (пăрахаççĕ): япала илмелле пулсан, укçуна ан хĕрхен; çиес килсен, илсе çи. Тата тетен ĕлĕк ху çынтан илнĕ укçана каялла тавăрса паманнисем пулĕ, халĕ ĕнтĕ ытлашшипех паратпăр; чипер тытса усра, çити-çитми укçапала сĕнсе çӳремелле ан пултăр (теççĕ). Унтан вара илсе пынă япаласене пĕтĕмпех персе çĕмĕрчĕç. Вилнĕ çын сĕтеллипе пуканне кĕпер çине лартрĕç... Эпир мĕн пурĕ çулталăкра ик-виç хутчен вилнĕ çынсене хăватпăр, çав вăхăтсенче эсĕ çак кĕпер урлă каççа пыр (теççĕ). Срв. Золотн. 198.
вирелле
по направлению вверх, в гору, против течения. N. Çӳç-пуç вирелле тăрса каять. Волосы встают дыбом. Ст. Ганьк. Шыв вирелле юхмаçть-ĕçке. Рекеев. Хăрарăм та, çӳç вирĕлле тăр. Ib. Çӳçне вирелле турать (чешет). Б. Бур. Çак сăмах суя пулас пулсассăн, тĕкĕм-çӳçĕм вирелле тăтăр, çак каччă хĕвĕнчи пăчăр тĕкĕ пек. Н. Карм. Унталла кайма вирелле. Ехать туда — в гору. N. Вирелле, против шерсти. Ч. П. Йĕлме йĕлтĕрĕ турĕ те, шурăм кайрăм вирелле. Альш. † Самар шывĕ юхать вирелле, сар хăмăшсем тай(ă)лаççĕ шывалла. В. Олг. Вирелле мальлă (в Хорачка: тӧ̆рдэ̆н). Сала 151. Хура шывсем юхат вирелле. || Шиворот-на-выворот. Тюрл. Урана кутăнла сырсассăн: мĕнле вирелле сырнă ес? теççĕ. Ib. Вилĕ тумтирне вирелле тăхăнтараççĕ. (У КС: тирĕс). Ib. Хамăр енчи пек туманнине пурне те: вирелле тунă, теççĕ. || Рекеев. Сăмахĕпе кăмăла вирелле турĕ.
вирĕк
палы. С. Тим. † Хура вăрман ăшне вирĕк ятăм, хурамине марччĕ — хуппинччĕ. Сала 77. † Хура вăрман ăшне вирĕк ятăм, хурăнне мар-ĕçке, çулçине (вар. хуппине). СПВВ. † Хура вăрмансене вирĕк ятăм, ай-хай, хурăнне мар, хуппине (в др. варианте: вирт). Тим. † Хура вăрман ăшне вирĕк ятăм: хурамисем çунчĕр, кĕлĕсем вĕçчĕр.
вирк
то же, что вирт, вирĕк. Бишб. † Хура вăрман варне вирк ятăм (= вут тĕртсе ятăм).
вирт яр
пускать парлы, палить; сжигать „çапă“ (хворост) в лесу. Пшкрт. Ч. П. Хура вăрмана вирт ятăм, хурăнне мар-çке хуппине-çке, Хурамал. † Çеçен хире вирт ятăм, кăлканĕсем çунса тĕпĕ юлма. Тюрл. Вирт ярас, палить. Чăв-к. † Хура вăрмана вирт ятăм, хурамишĕн мар, хуппишĕн. СПВВ. ГЕ. Вирт ярас = сасартăк çунтарса ярас. Г. Т. Тимоф. Çавна, вут чупнине (при сжигании жнива): вирт янă, теççĕ; вирт ярас, теççĕ; вирт чупать, тиекенсем те пур.
висте
(вист’э), драть, отдирать. Кан. 1928, № 234. Пӳрт алăк çаклатмалли тимĕрсене вистесе пытарнă. Якейк. † Ати кайнă вăрмана çирĕк хоппи вистеме. Шурăм-п. № 3. Пĕкĕрен хутне вистесе пăхрĕ (он). В. Олг. Туат ĕмпӳн ырине тотар ĕмпӳн ыри, тирне вистесе, вĕлерсе пăрахнă. СПВВ. ИА. Çынна вистесе ырринех кураймăн (теребить). Коракыш. Шта каян или(?) тус? — Çарăк хуппи вистеме. — Çарăк хуппи вистесе, мĕн тăван? — Хура шыв тума юрĕ. Яргуньк. Вăрманта çара вырăс кăçкăрĕ. (Пушăт вистени).
виçунккă
шапка-вязанка. Альш. Халĕ тата çамрăксем шĕвĕр тӳпелĕ хура виçунккă çĕлĕк илеççĕ.
вит
проникать, врезываться. Старак. Ку хурăна ниепле пуртă та витеймĕччĕ. N. Шăл витет (хыт япалана). N. Унăн шăл витет (= çынна сăмахпа çĕнтерет). Хора-к. Куç курать те, шăл витмест. (Послов.). || Проникать, промочить, просачиваться; пронимать. N. Шыв витет. Вода проникает. Ч. П. Сăсар тирĕ кĕрĕке çăмăр витмес, тееççĕ; леш кассенĕн каччисем, тӳре умне тăрсассăн, сăмах витмес (не могут убедительно говорить), тееççĕ. N. Ивана тула шыв çине (на мокредь) ан кăлар, шыв витсен, пăсăлат. Утар. Тавара шыв витнĕ. Ib. Кута шыв виттĕр(ĕ) [или: çаппăр(ĕ), т. е. промокла]. Н. Седяк. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăвать, шурă курница тăрне йĕпетет; унăн тумламĕсе(м) пăт, пăт тăваççĕ, 12 хут пустава çав витет; пирĕн кӳршĕ-аршă пит элекçĕ, çамăрк (siс!) чĕре варне çав витет. Ст. Чек. Ку аша тăвар витмес. Это мясо не просаливается. Ст. Айб. † Кăвак лаша, кăтра çилхе, тураса йăс (= йĕс) тура витмерĕ. Такмак. Тайма (siс!) пуçа хĕç витмен, манăн сăмахăм сире витес çук (не проймет). Туй. Тайла пуçа хĕç витмен, пирĕн сăмах сире витмĕ, тет. Повинную голову и меч не берет (т. е. не сечет), так и наши слова вам нипочем. Сред. Алг. Атсем, пурте тайăлăр; тайăлнă пуçа хĕç витмен, тет; сире каласа сăмах витмен, тет. Калашн. 6. Вăл ахаль чух йăваш, тӳрĕ çын; пурăнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын; анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. N. Питĕ хĕн, чĕрене витĕрĕ (= витрĕ). Очень тяжело и горько. С. Дув. Сирĕнпе калаçса сăмах витмĕ. Ч. П. Сирĕн пек ырă çын умĕнче калаççа сăмахăм витмерĕ. N. Кунтисем варсене витрĕç ĕнтĕ. Пшкрт. Çын çынна çапсан: витрĕ-и? тет.— Витимерĕ, тет (еще не почувствовал). || Иметь сбыт. Сред. Юм. Пит витекĕн тавар (= пит каякан тавар). Хыпар № 20, 1900. Тимĕрçĕсем нумайланса пынипе манăн ĕç питех витми пулчĕ, çавăнпа эпĕ, укçа ытларах пуçтарас тесе, суту-илӳпе хăтлана пуçларăм. || Вино — яд. Эрех ĕçнĕ хыççăн апат пит витрĕ-ха (поел с аппетитом); ялан çапла тума кирлĕ-мен. Юрк. Ватăла пуçласан, çиме витми пула пуçласан (перестала съедаться с аппетитом), тĕсрен ӳкнĕ, сархайнă (побледнели). || Альш. † Тутлăях та чĕлхене пыл витмес. Приятные речи слаще меда. (Так толкует А. М. Шакмаков). См. витер.
витĕн
(видэ̆н’), покрываться; закрывать(-ся). Сир. 138. Аскăн çыннăн куçĕ каç пуласса кĕтсе тăрат; мана никам куçĕ курас çук, тет те, пĕркенчĕк витĕнет. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине; çавăнтан пĕлĕр йывăç ыррине, çавăнтан чухлăр Алим кĕрĕвĕре. Орау. Тумтирĕсем урисем çинеллех витĕнсе тăраççĕ. Одежда прикрывает их ноги (в игре в „йĕр“). Ч. П. Туллă кĕрĕк витĕн.
вите
хлев, конюшня. Юрк. Мĕншĕн эсĕ пӳртне пĕртте тасаттармастăн? Куран авă, урайсем епле пĕтĕмпĕ вите урайĕ пек хуп-хура, тет. Чертаг. Вите алăк ôрлă пăрăс ярас (запор). Ч. С. Лаша вити.
вунçиччĕлĕх
ценою в семнадцать (напр. рублей или копеек). || Ценою в пять коп. серебром. || Пятачок. Сала 116. † Хура шĕлепке йĕри-тавра вуник вунçиччĕлĕх (12 пятачков) эп яртартăм.
вутăш
вотăш, назв. водяного духа. Название злого духа. См. Магн. М. 54, 55, 56. N. Один чувашин из Кушкăпоймал «вутăш хĕрĕ» и женился на ней. От них пошли вутăш йăхĕ (племя). N. Шывра, тарăн çĕрте, кирек ăçта та вутăшсăр пулмас, тет. Вăл вутăш чисти çын пекех, тет, антах ӳчĕ кăвак, тет, вăрăм çӳ(ç)лĕ тет; вăл вара шăрăх вăхăтра, хĕвел ăшшине тухса, пуçне тураса ларат, тет; хăш чухне хĕвел ăшшине тухса çывăрат та, тет. Çав çывăрнă вăхăтра, вăрттăн пырса, часрах хĕрес тăхăнтарсан, вăл вара шыва ниепле те кĕреймес, тет. Вара çынна пит йăлăнат, тет; мĕн çухлĕ укçа ыйтнă, ун чухлĕ укçа парат, тет. Вутăшăн ун укçа пит нумай, тет. Чуратч. Шывра тата çăлта чăвашсем: вутăш пурăнат, теççĕ. Вутăш çиленнĕ çынна час-часах ӳслĕк ярать. Çав ӳслĕкрен хăтăлас тесе, шыва вăсене, е çăла, çăкăр татăкки, çăмарта пăрахаççĕ. Пролей-Каша. Вотăш — дух, летавший к вдове и принимавший вид ее мужа (у др. вĕри-çĕлен). П. П. Т. Пирĕн патăрта чăвашсем, пĕр-пĕр çын вутăш пек пит алхасса пурăнсан, кĕлле каймасăр, турра пăхăнмасăр, тухатмăш туса пурăнсан, хупахра ĕççе шăнса вилсен, çав çынна масар çинче вырăн, ĕçме-çиме те памаççĕ, теççĕ. N. Вуташ — усал, кăтаклать çынна. Ч. С. (Янш.-Норв.). Чăвашсем çăл куçĕсенче, тата пысăк пĕвесенче вутăш пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çăл куçĕсенчи вутăш питĕ пĕчĕкçĕ, тет; вăл тин çуралнă ача пек анчах, тет. Çăл куçĕнче пурăнакан вутăш çынсемшĕн питĕ усăллă, тет. Çынна вăл хăй пĕр сиен те тумас, тет. Пур çĕр айĕнчи пакраса тухакан çăл та çав пĕчĕкçĕ вутăшсем тапса кăларнипе тухать, теççĕ. Анчах çăл куçĕнчен шыв ăснă чухне-и, унта ĕçнĕ чухне-и: пĕсмĕлле, çырлах, тесе, ĕçмелле, тет. Çавна асăнса ĕçмесессĕн, вăл питĕ хурланать, тет. Аптăран(ă) енне вара: кăсене çавăн чухлĕ ырăлăх кăтартнăçăм мана мăшкăласа пурăнаççĕ; акă эпĕ вĕсене малашне сивĕ шывсем кăларса парам-ха, çырма шывĕпе антăхса пурăнчăр вĕсем; тата пырĕсене шыçтарса ярам та, ахлатса ӳсĕрсе çӳреччĕр вĕсем, тесе калать, тет. Çавăнпа чăвашсенчен е пырĕсем шыççан, е уярсенче çăлсем типе пуçласан: путех вутăшсене кам-та-пулин çилентернĕ пулĕ, тесе, кашни çăлсем куçне, хăшĕ йăва кайса пăрахаççĕ, хăшĕ нимĕрпе икерчĕ таткаласа пăрахаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ чĕрĕ çăмарта кайса яраççĕ; ăна вĕсем: шывĕ чĕрĕ çăмарта пек свеши пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Ib. Пысăк пĕвесĕнче пурăнакан вутăш çын пекех çемепеле пурăнать, теççĕ. Ачапăр, çукки çак çутă çанталăкра пурăнакан е ачасене е ваттисене, шыв хĕрне пырсан, шыв ăшне сĕтĕрсе кĕрсе каять те, çавсене лаша вырăнне туса çӳреççĕ, тесе, ĕненеççĕ. Çавăнпа вĕсем: пур шыва кайса вилнĕ çын та вутăшсемпе пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ: тĕсĕсем хуп-хура та, хăйсем çаппа-çарамасах пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çав вутăшсем питĕ нумай пулĕччĕç, тет те, анчах вĕсене, ирхине ирех хĕвел тухнă чухне, шыв хĕрне тухса выртсан, кашкăрсем нумайăшне çиеççĕ, тет. Çав çинĕ чухнĕ, вăл шăмми-шаккине çисе ярачченех кăшкăрат, тет. Чăвашсем: вутăша кашкăр çинине тата унăн тĕсне çула питĕ ăшă чухне ирхине самый хĕвел тухнă вăхăтра куратпăр, тĕççĕ. Етрух. Шыв хĕрне анса, çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах! вутăш çырлах! теççĕ. Картусне, е шлепкине хул-айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать... Çисе пĕтерсен, кайран çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш! çырлах, вутăш! тет. Унтан арсем те çавăн пекех: вутăш, çырлах! вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ. Вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выльăр шыв хĕрĕнче, вара çăмăр лайăх пулат, тет. (Çерçи чӳкĕ). Милькович. 22. Водыш, пребывая в водах, к употреблению делает оные здоровыми. Макка 228°. Вутăш вăл особенно хирти пысăк пусăсенче пурăнат, теççĕ, пысăк шывсенче. Вăл хăй юратнă çын умне анчах тухса çӳрет, теççĕ; вăл тухсан, хĕр пулса çӳрет, теççĕ. И. Седяк. Вутăш = усал сывлăш, вупăртан кĕçĕнни. М. Çав старик вутăш пулнă, тет. Проп. о блудном сыне. Кĕçĕнни çемçе кăмăллă, çăмăл, вутăш пек чĕрĕ çын пулнă. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша калат: тархасшăн мана виçĕ пĕрчĕ сухала пар, тет. Вутăш калат: манăн сухал ыратат, тет. Орау. Вутăш пек (бойкий) ача пĕтĕмпех имшерленсе карĕ. Толст. Çынпа шыври (вутăш). Мусир. Вутăш — божество (злое, в воде). Н. Лебеж. † Путĕр-путĕр путене, хупсан, хуплу пулмĕ-ши? Ай-хай, кинçĕм Анна пур, илсен (замуж); вутăш (т. е. зюю) пулмĕ-ши? ДФФ. Вутăш çăл-куçĕнче (шывра) пурăнать, тесе, ĕненеччĕç. Ăна çулă нимĕрпе чӳклеччĕç. || Дух огня; однажды, по рассказу чувашина, он летел как бы в виде горящей головни, от которой сыпались искры. Ильминский сч. это слово сложным: вут+йыш, т. е. дух огня (см. йыш). См. Пер. о чув. изд. 50.
вăй
(вы̆j), сила; средства. Регули 326. Вăй патăр! Собр. Ку айкки, леш айкки вăй патăр. (Чӳлĕк туртни). Альш. Тапна çĕртен тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтйр. Ст. Ганьк. † Тарăн вар тăрăх çул килет, икĕ аяккипе хĕр килет; ăна, тытса, çуп-тусан, çамрăк пуçа вăй (энергия) кĕрет. N. † Кукăр-макăр çул пырат, кукăрипе хĕр пырат; ăна, тытса, чуп-тусан, çамрăк пуçа вăй кĕрет. Сала 302. Вунă пӳрне вăйĕ тан мар. (Послов. ). Истор. Кĕрешсен-кĕрешсен, Мстислав вайран сулăна пуçланă (начал выбиваться из сил). Макка 44. † Вăрăм çулпа килтĕмĕр хура-тур лаша вăйĕпе. Ала 11. Манăн киле кайма вăй çитес çук (сил не хватит), кунтах çăвăрас (= çывăрас) пулĕ. Серг. Рад. Ялан вăйпа ĕçлемелли ĕçсене ĕçленĕ (выполнял тяжелую работу). Панклеи. Карчăк патак илет те, çак хĕре поçĕнчен мĕн вăй çитессипе (насколько хватает сил) çапать. N. Вăй патăр пуса татма! Якейк. Тытрăм-турăм тотине (поцеловался), çамăрăк (siс!) Чона вăй килчĕ. Букв. 1908. Çывăрсан, ăна вăй кĕвĕ (она отдохнула). А. П. Прокоп. † Эпĕр ĕçни, эпĕр çини улт уралă хуртан вăqĕсем. КС. Вăй патăр! Бог помочь! (Отвечают: «тавах!»). Сред. Юм. Вăй патăр! Тор пôлăштăр! Ч. П. Хура сăсар (написано: «сасар» — дважды) йĕрне йĕрле-йĕрле, чикĕ чĕр-куççи вăйне эпĕ пĕтертĕм. О сохр. здор. Вăй çитменнине (непосильную работу) ĕçленĕрен. К.-Кушки. † Вăй кăларса ĕçлерĕм, вăйлă туйпа памарăн. (Хĕр-йĕрри). Сред. Юм. Вăй кĕрсе çитнĕ çын, взрослый человек. Ст. Дув. † Ӳссе çитĕнеет ар ывăлĕ, патша патне каят, вăй хурат. Сиктер. Турă, сана асăнатăп хура халăх вăйĕпе. Юрк. Чипертерех тăракан çынсене, çыру пĕлекенсене, хайсенĕн вăйĕнчен чăвашла кĕнекесем илтерсе вулаттарнă. Ib. Вăл кахал, çын вăйĕпе-кăна пурăнасшăн (хочет жить на чужой счет). Ib. Улпучĕ именине тертленсе тытса тăрат, правиччĕлĕсем ун вăйĕнчен пуйса выртаççĕ. Макка 218. Акă сана (киремети) хур паратпăр, мĕн вăй çитнипелен анчах. {{anchor|DdeLink19642142371547}} N. Вăй çитнĕ таран, но силе возможности. N. Манăн та çаc (= çиес) килет, тульккă вăй çитеймĕçт (не хватает средств). Истор. Хулăм тӳлеме вăйĕ çитейменнисем пĕрер арăмран ытла илмен. N. Ывăлĕ кăçал-кăна вăй пара пуçларĕ (= пулăша пуçларĕ). || Ущерб. Риккошкăнь-Янасал. † Стаккан çутă тийиса (= тиеесе), тĕп корниччен ĕçес мар, хуçине вăях тăвас мар. См. вуй, вый, вой.
вăйлă
(вы̆jлы̆), сильный, крепкий; состоятельный. Н. И. П. Вăйлă юрла. Пой громко (сильно). N. Халь вăрçă вăйлă. Теперь сильная война. Тайба Т. † Хирте тăман халĕ пит вăйлă (очень сильный буран), ял хушшине кĕрсен, епле-ши? Изамб. Т. Ыраш вăйлă пулнă, тет. (Прежде) рожь родилась хорошо. Никит. Çак калăм каçсенче тухатмăшсем тухатса çӳреççĕ; чи вăйлă çӳрекен каç юн-калăм каçĕ пулат. Ib. Икĕ-виçĕ çул ĕлĕкрех пирĕн ялта вăйлă ĕне мур (т. е. мурĕ) пулчĕ (был сильный падеж скота). Хыпар № 26, 1906. Патшалăх канашĕнче тĕрлĕ çын пур: чиновниксем, улпутсем, завод (= савăт, савут) хуçисем, пурте пуян, вăйлă çынсем (сильные люди). Ib. № 36, 1906. Халăх тата вăйлăрах ĕрче пуçланă (начал еще сильнее размножаться). О калед. Пуринчен ытла çĕре сывлăш кĕрсе тăмалла тытма тăрăшас пулать, тата çум-курăксенчен таса тытма тăрăшмалла. Çапла тусан анчах вăйлă тырă илме пулать. Альш. Кашана: вăл териех хытă ĕçмес, тетчĕç; вăл та кăçал питĕ вăйлă ĕçрĕ, теççĕ пĕр-пĕрин хушшинче çынсем. Чув. календ. 1911. Вăл хăвăрт çĕкленнĕ те, вăйлăран вăйлă кайса, нимĕç хулисем урлă Берлина кайнă. Альш. Ĕлĕкрех Куслувккара питĕ тырă вăйлă илетчĕç. Чув. прим. о пог. 424. Хурама (кăпчанкă) чечеке вăйлă ларсан, хура-тулă пулать. Если у вяза (жимолости) много цвета, то уродится греча. Чăвашсем 14. Унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă. Шел. П. 54. Вăйлă çурт, большой дом.
вăйă
(вы̆jы̆), игра. Б. 13. Вăйăран вăкăр тухать. Игра до добра не доводит. Альш. Лешсем темĕн-темĕн те курнă: шуйттан ваййине те (цирк, балаган) курнă, пукане вăййине те курнă. Сред. Юм. Çак ача, пире калĕмпĕр вăййине... СТИК. Пирĕн ача чист вăйя яранчĕ, ĕç кутне пырса та пăхмаст. (Говорят о мальчике или девочке, увлекшихся игрой, не работающих, а то-и-дело бегающнх на игры). Сунт. 1929, № 2. Вăйă мар (не шутка) çав ача тăвасси. 1929, № 67. Клоçета ача вăййилле (кое-как), чуспа çапçа, туса лартрĕç (сколотили). || «Ученье» (военное). Б. Олг. Салтак вăййине вĕрентес полат ĕнтĕ сана, тет. || Хоровод. Альш. Вайă тесе, пĕр-пĕр урам кĕтессине выляма-кулма, кĕвĕ-сăвă калама пуçтарăннине калаççĕ. Изамб. Т. Эпĕ хамăн юлташсемпе... вăйя хутшăна пуçланăччĕ. Ib. Çимĕк уммĕн усем вайя тухма пуçлаççĕ. Ч. П. Шурă кĕпе тăхăнсан, вăйă витĕр курăнать. Пазух. Пирĕн вăя вылясси çырла пиçнĕ вăхатра. Ib. Вайя тух. Выходи в хоровод. || Музыкальная игра. N. Урипе тапать, çунатпе çупать, сăмсипе вййă калать; çав вăйă сассине илтсе, вĕренсе килтĕмĕр. || Игра в горелки. С. Тим. Ан саланăр, тантăшсем, пĕр-ик вăйă выляр-и? || Место, изобилующее чем-либо. СЧУШ. Çак ача хăй пĕлекен çырла вăййине ертсе кайрĕ. Баран. 169. Атăл пырĕнчен (чит. вăрринчен) инçех мар — Астрахань (чит. Аçтăрхан или Аçтăркан) хули ларать. Пулă вăййи çакăнта ĕнтĕ.
вăйăкла
то же, что вайăкла. Юрк. † Кăвакал чăпар, пĕсехи шурă; вăйăкла-вăйăкла тытаймарăм, вăйкламан (siс!) пулсан, тытăтăм. N. Ку авта(н)не тилĕ вăйăклат(= вайăклат) тыташшăн (хочет поймать).
вăйхăт
подвал. И. С. Степ. Толст. Шалта вăйхăтри (подвалти) пек темĕскер хуп-хура чĕрĕ япала курăнать.
вăльтăр-вальтăр
подр. неодинаковым игривым движениям. Сказки и пред. чув. 52. Хура туя аллинче вăльтăр-вальтăр вылянать.
вăр
(вы̆р), подр. Движению струи воздуха, средней силы. Подр. движению (средней силы) качающегося предмета, напр. дерева на корню. Подр. такому настроению, когда „болит“ или „ноет“ сердце, или когда сердце не спокойно, в тревоге. Макка 28°. Хирти çил вăр-вăр тавать (подувает одинаково, ритмично, но не сплошным током). Çутталла 144. Хай вăр-вă-ăр! вĕрсе илчĕ. Сред. Юм. Вăр-вăр (про теплый ветер; ветер сильнее, чем «вăштăр-вăштăр»). † Çур-çĕр енчен çил вĕрет; вăр-вăр тесен (если подует), çӳç вĕçет (развеваются). С. Тим. † Леш аяккинче вĕрене, çулçи вăр-вăр тăват-çке (движутся, колышутся); ман çийĕмре шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. Çак вăйăран юлсассăн, ăш-чик вăр-вăр тăват-çке. Ч. П. Хĕр çураçнă ачасен ашĕ вăр-вăр тăвать-çке. А. Ц. Прокоп. † Хуйхă йăвăр пулнăран чĕреçĕм вăр-вăр тăвать-çке. Упа 573°. † Шура пӳртĕр умĕнче самавар вĕрет, шур кăпăкĕ вăр-вăр та, ай, çавăрнат; çын-çын урлă сăмахсем, ай, илтсессĕн чĕрем варри вăр-вăр та, ай, çавăрнат. Богдашк. † Кашта кашта шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке, çĕрле вăйя тухмасан, ăшăм вăр-вăр тăвать-çке. Пшкрт. Вăр-вăр тоттăр вĕçет. Ib. Кайăк вăр-вăр вĕçсе карă (маленькая) См. вушт. Микушк. † Аслă улăхра куккук авăтать-çĕмĕрт йывăç вăр-вăр тăвать. Чăв. юм. 1919, 14. Шурă кĕпи вăр-вар вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шанкăр тăвать. Емельк. † Шурă вĕрене вăр-вăр авăнат. Якейк. Потран кĕпçи вăр-вăр. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăр килсессĕн, çинçе пӳçĕм вăр-вăр авăнат. Турх. Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вар тăвать (порхает). М. Д. Кайăкĕ вăр! вĕççе кĕчĕ (в избу). Çиç. çирĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр! чĕртсе... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнтче. || Подр. энергичному вернению или кружению. Альш. † Çеçен хир варринче çавра кӳл: вăр çаврăнса ишмешкĕн вырăн çук. Девлизеркино. Ку аллинчи тилкепи вĕçне хăй пуçĕ тавра вăр-вăр-вăр çавăрса, лашине пит хытă сăптăрать. Шарбаш. Çав хушăрах (тут же) пĕр енелле вăр-вăр çавăрăваççĕ (питĕ хытă... темле ӳкмеççĕ... при пляске). Образцы 52. Пĕчĕкçеççĕ курка, сарă курка, вăр çавăрса (опрокидывая) ĕçме хушаççĕ. Кĕвĕсем. Ман çаваçăм вырăсла, вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. Шарбаш. Вăр-вăр вăрманти, турат куç турханти (тур’анδиы. Кашкăр). || Подр. швыряншо. Альш. Вăр ывăтса, ярат, тет, тулалла (вышвырнула его). |{{anchor|DdeLink21084067528703}} | Подр, дребезжанию. Юрк. Вăр-вăр ту — дребезжать. См. МКП. 25.
вăрă
(вŏрŏ, вы̆ры̆), вор, разбойник. Янш.-Норв. Хĕр вăрри, ворующий девушек. Ч. С. Эпĕ малтан: вăрă килнĕ пулĕ, тесе, шухăшларăм. Я сначала подумал, что пришел вор. Альш. Леш вăрă марринне хăйĕнне вăрласа пĕтереççĕ унăнне (у не вора-то и свое-то разворуют). Т. Григорьева. Вăрă вăрăм, куçĕ чармак, теççĕ. (Послов.). Якейк. Ман килте пĕр полянкка (полено) вотă полсан, эп варă полам! Пусть я буду вором (клятва). Микушк. † Хура вăрман витĕр тухнă чух вун-икĕ вăрă тухрĕç вĕлермешкĕн. Орау. Хал, виçĕ пус укçа пулсан, ман вăрă пулас пулат! Пусть я буду вор, если у меня найдёшь грош! (Клятва) Альш. Вăрă пуçлăхĕ, коренной вор. || Воровство. N. Вырăспа майри, вăрă пулса, шулĕкре пурăннă (занимались мошенничеством). Хир-пось. Çын япалине варламан-и? терĕм. — Эсĕ мана хăçан вăрăпала тытрăн (уличил в воровотве)? терĕ. Уфим. Çавăнтан вара епĕ вăрра каймарăм. (Из утенического сочинения; учитель исправил: «кайман». || Воровской. Болезн. грех. Вăрă ĕç, аскăн ĕç тутараççĕ. N. Вăл ĕç ĕçлеме ӳркенсе, усал пурăнăçпа, вăрă пурăнăçпа пурăнакан çын курсан, уншăн пит хуйхăрнă. || Занимающийся воровством. Изамб. Т. Пĕр пит вăрă, усал çын.
вăрăм
(вŏрŏм, вы̆ры̆м), длинный, долгий, высокий. К.-Кушки. † Вăрăм чаппан тăхăнас-мĕн. Надо было надеть долгий чапан. Н. Кунаш. Вăрăм вырăс çул кăтартать. (Йăран). Высокий русский показывает дорогу. (Межа). Юрк. Вăрăм ĕмĕрлĕ-кунлă, долголетний. Сред. Юм. Вăрăм питлĕ, человек с продолговатым лицом. Регули 1053. Ку йăвăç вăрăм çитĕнчĕ (вăрăма кайрĕ). Ib. 903. Ик шыт вăрăмĕш, пĕр шыт вăрăмĕш. N. † Атте лаши, хура лаша, вăрăм çула каймашкăн (для дальней дороги); мапа анне çуратнă вăрăм хуйăх курмашкăн. Сала 197. Аслати вăрăм авăтсан, кĕр вăрăм килет, теççĕ. Если гром долго гремит, то, говорят, будет долгая осень. Якейк. Хĕвел аннă чухне ĕмĕлке вăрăмран вăрăм каят (все длиннее и длиннее). Чув. прим. о пог. 57. Уяр вăрăм тăрсан, çĕнĕ уйăхра (в др. гов. уйăхпа) çăмăр пулать. Если долго простоит ясная погода — с новым месяцем дождь. Ib. 226. Шаланкă çухăрсан, уяр вăрăм тăрат. Если коршун (чит. канюк) кричит, будет долго вёдро. Чуралъ-к. Уйра вăрăм вырăс выртĕ. (Ана йăранĕ). Пис. Кӳлнĕ утсем вăрăм та, ай, тăрсассăн, пукришкине йăвăр та тивмест-ши? N. Ытла вăрăм-вăрăм каласа куçарать. Его переводы страдают длиннотою изложения. Ала 101. Пирĕн пичийăн вăрăм ампар. Вăрăм ампар хĕррипе сала-кайăк йăви пит нумай. Календ. 1904. Тинĕ вăрăмми те, кĕски те пулать Шурăм-п. № 23. Тип çĕр çинче сарлакăш-вăрăмĕш (scr. вăрĕмĕш) пĕр утăмшăр туса, патакпа чĕрсе, тăваткал карта çавăраççĕ. Сред. Юм. Вăрăм кнахвит (конфекта) тесе, пĕрер шите яхăн тăвакан кнахвите калаççĕ. Ib. Вăрăм çиxĕ пус, мужской половой орган. (Обыкновенно говорят в шутку). Регули 384. Эп пилĕк шыт вăрăм. Кан. 1927, № 234. Вĕсем ĕç кунĕ (рабочий день) ытла вăрăммипе хирĕçеççĕ (протестуют против). N. Сăрă (р. Сура) пирĕн уясра вăрăм пымасть.
вăрлă шăл
зубы у лошадей (в известном возрасте), которые мешают им есть. Их вырывают клещами. Ст. Чек. Сред. Юм. Çамрăк лашасĕн пĕчик хура шăл пôлать; шăл шăла хăвăртрах ӳкермесĕн, лаша, апат çиеймесĕр, начарланса каять. СТИК. Вăрлă шăлна кăларăн! (Угроза). См. урлă-шăл.
вăрлăх
(вŏрлŏх, вы̆рлы̆х), семя, семена. Изамб. Т. Хашĕ тата хĕвел питĕнче вăрлăх шӳтерет готовит семена). Ст. Чек. Вăрлăх кăларнă кун çынна укçасăр сутмаççĕ. Шурăм-п. № 6. Паян вăл арăмĕпе вăрлăх çапать. Сегодня он с женой молотит на семена (рожь). Бгтр. Çăкăр кăвакарсан, вăрлăх сахал кĕрсен (при сеянии), ыраш пулать, теççĕ. А. П. Прокоп. † Çеçен те хирĕн хирлĕхĕ, ут кăшкарĕ пулĕ вăрлăхĕ. У дикого поля только и ставы, что семена конёвника (которые его обсеменяют). Юрк. Тытăват кĕлте кӳме, вăрлăх çаптарма. N. Вăрлăха та аран çиткелерĕ. Чуть хватило на семена. Сред. Юм. Вăрлăх паранк, мелкая картошка, которую собирают для посадки. Изамб. Т. Вăрлăх пăтавкки (лукошко для сева). || Зерна. Пазух. Хура хуратулăн, ай, вăрлăхĕ — ялан хур кăвакал, ай, ырлăхĕ. || Племя, происхождение. Орау. Урăх вăрлăх çав вăл тутар, çампа урăх тĕслĕ вăсам. || Родня. ЙӨН. Хурăн-ту çинче хурн-çырли; татас çияс тенĕ чухне хурăнташ-вăрлăхран уйăрлтăмăр. В. Олг. † Хорăн-ту çинче хорăн çырли; татрăмăр та çирĕмĕр, хорăнташ-вăрлăхран офльтăмăр. Чураль-к. Аçа-çури пусрĕ, ама-çури çирĕ, хурăнташăм-вăрлăхăм пăхрĕ, хумăш кутне хучĕ, шур тутăрпа чăркаса. || Порода. Скотина на-племя. Ч. С. Хăçан та хăçан урăх вăрлăх туянăр, çавăн чух тин сирĕн сурăх ĕрчĕ. || Sреrmа, sеmеn. N. Хĕр-арăмăн ача кĕлти пур, арçыннăн вăрлăх пур, теççĕ.
Хура вăрман
темный лес. К.-Кушки. † Хура вăрман касрăм, эпĕ çул хыврăм Самар шывĕсене курмашкăн. Ч. П. Хура вăрман варринче хура тур лаша кĕçенечке (кĕçенет-çке). Н. Лебеж. † Хура вăрман çинче ешĕл хырă. || В новом понимании, у некоторых — чернолесье.
вăрçă-хура
война вообще. Сир. 33. Вара Иудея çĕрĕнче Симон виличчен те тек вăрçă (в рукоп.: вăрçă-хура) пулман.
елем
(эл'эм), флаг. СПВВ. || Флаг, хоругвь. Изамб. Тет. П. Пинер. Эпĕ пыраттăм иртсе çулпала, вĕл-вĕл вĕççе юлчĕ хура елем. Хып. 1906. № 30. Унтан пăлханакансем хĕрлĕ елем çĕкленĕ те тупăна пĕрре пенĕ. О Япон. Урамсенче елемсем çака-çака хураççĕ. Янтик. Тем праçникĕ паян, пĕтĕм урамсене елемсем çакса тултарнă (развешены флаги).
елле
(эл'л'э), неизвестно; или; может быть; разве. Н. Седяк. Н. Карм. Чăнах та эпĕ çав псалома кунне виçĕ хут мар, елле аллă хут вула пуçларăм. Кан., 26, № 200. Мĕн чарать-ша ку ĕçе? Елле хучĕсене шăши çисе янă-и? Альш. Сан ачу ман кăмăла пит каят: елле улăштарар-и? тет. Альш. Сарă кĕпе пит килĕшет, елле санăн пилĕкĕ çинçерен. СПВВ. Елле = или. N. Елле кăмака пулать-и? Протопилась, что-ли, уж печка-то? (если дрова уже догорают совсем). Пазух. Купаста-хăяр акмашкăн та елле пахча çук-миккен? Çур штух ерех ĕçмешкĕн те елле укçа çук-миккен? N. Çав çĕрне, елле тепле, енĕ, питĕрнĕ алăксене уçса, çарранах çарамас киле тухах чупнă, хăй ирĕхне пăхатăн — килте вырта парать. Н. Карам. † Кайăк хурсем кăçкăрать, кăçкăрать, елле ӳкес çĕрĕсем шурă-ши? Кăçалхи çул эпĕ питĕ юрларăм, елле (что-ли) тăрас кунсем сахал-ши? || Когда (обьясняет причину несовершения говорящим какого-либо действия, которое ему было поручено или приказано выполнить. Повидимому, более свойственно языку детей). Ст. Чек. Мĕн турăн эс? лаша çитерме кай, терĕм вĕт сана. — Елле унта лаши çине утлантаракан çук та... IЬ. Эс мĕшĕн лаша çитернĕ çĕртен пăрахса килтĕн? — Елле унта Иванĕ хĕнерĕ те... По мненню некоторых, этот последний оборот ошибочен. Ст. Чек. Елле ес, Иван, лашăна сутатна? Разве ты, Иван, продаешь лошадь.
ереш
(эрэш), украшение, наряд. Сир. 12. Унăн ерешĕ ылттăн, унăн пиçиххийĕ гиацинт. Янтик. Начар çав, чăтас çук ку тутăр, ереш анчах. || Вид? Толст., III — IV, 75. Юр пĕрчи вĕçсе аннă чух, унăн нимĕн те ерешĕ-мĕнĕ те курăнмасть. Вăл пĕр-пĕр хура, сивĕ, япала çине ларсан, е тăла çине, е тир çине ларсан, унăн ерешне вара курма пулать: унта çăлтăр пеккине те, ултă кĕтесле турпас татăкĕ пеккине те куратăн вара.
эрĕм
(эрэ̆м), полынь. Сред. Юм. Эрĕм или арăм-утă, полынь. Зап. ВНО. Буин. Ачана сивĕ (чир) тытать, эрĕм шывĕ ĕстерес. С ребенком лихорадка, его надо напоить полынной водой. V. сапарши. Хып. О7, № 12. Тавра ялсен тыр ӳсĕ, пирĕн ялсен ер(ĕ)м ӳсĕ. Именево. Эрĕм (шуррн) хаяртан аван; ахаль çиеççĕ е вĕретсе ĕçеççĕ. Ача çуралсан, пӳсĕр çулахасран çухе çĕре çулçине çыхса хураççĕ. Собр. П. И. Орл. Хура эрĕм. Вăрмаита, çаран çинче, тата ана çинче те ӳсет. Собр. Н. И. Орл. Шур эрĕм. Ана çинче те, çаран çинче те ӳсет. Сив чиртен вĕретсе ĕçеççĕ. Вар ыратсан, чăмласа хăсаççĕ; унтан вара ăш ыратни иртет, теççĕ. Изамб. Т. 1) Хĕрлĕ эрĕм, 2) шур эрĕм, полынь. Хĕрлĕ эрĕме вĕретсе ĕçеççĕ. То же слово у А. Турх., СПВВ., Н. Седяк. У Юрк напис.: эрем (siс!): хури, шурри.
ермен
(эрмэн'), армянин. СТИК. Ермен, 1) армянин, 2) есрелĕ, чармак куçлă, хура, пăхма хăрушă çын.
эрне
(эрн’э), хорошо бы, но... Конечно. Правда. (Каз.-тат. äрiнä). Вара çавă тăлăха юлнă хуçа ачи ялтах хуйха ӳкнĕ; эрне (правда) вăлă вăл-ку çитменшăн хуйхăрман, анчах вăлă пĕччен юлнă, çавăншăн анчах хуйхăрнă вăл. Кильдиш. Епле апла эсĕ çавă чипер арăмна, ытарса, ирĕке (scr. йркĕ) пăрахса каян; эрне (конечно), каясси кайăн, анчах санăн арăмна пĕри-пĕри ерсессĕн, эсĕ вара мĕн тăва пĕлĕн? тенĕ. СТИК. Эрне пырăттăм, пыраймап: хурăн вутти хучĕç те, хурçунатма çунтарчĕç; вĕрене вутти хучĕç те, вĕр çунатма çунтарчĕç. (Говорит дикий гусь. Этот гусь был обращен в женщину и отдан замуж за сына одного человека. Вот эта молодушка приходит к ручыо за водой. Ее подруги зовут ее с собой, говоря: «Атя, Алтьук, киле, аçу килчĕ пасартан, кулачă илсе», а она говорит эти слова): к СПВВ. ПВ. Эрне, çапла та, анчах... Эрнеччĕ те çав, анчах... Конечно, это так, но... (так-то так, но...). N. Эрне шурă пӳрт хура пӳртрен хакла ларать (правда). Зап. ВНО. Эрнеччĕ те (=мало-ли что), эрне кун мар çав паян. (Изречение, указывающее на неисполнимость желаемого). То же и в Сред. Юм. Орау. Ай-ай, кăçал пĕр кĕлетлĕх явăç кăлараяс-чĕ! (срубить и вывезти из леса). — Эрнеччĕ те, ачам, те вăй çитĕ, тем-çке. Н. Лебеж. † Хĕсĕк, хĕсĕк куçлисем шăтăк виттĕр пăхаççĕ; чармак, чармак куçлисем чаршав урлă пăхаççĕ: ĕнтĕ пырам, тийеççĕ; эрне пырăр пырасса. К. С. Эрнеччĕ, çапла тăвасчĕ те, вăй çитмест. ld. Эрне апла пулĕ те вăл (может быть, и так...). Ч. С. Эрне турă мĕншĕн пире капла тунине пĕлме çук та, ваттисем юрăннă пек пурăнмалла çав, терĕ карчăк. Образцы, 43. Эрне те каймăп Нарышкина, сăрлă çунам ӳречи хуçăлчĕ. N. Эрне, çапли çапла... Правда, оно так-то так... Изванк.? Эрне çакăн пек усал ĕçсене пурте тумаççĕ те, çавах пирĕн енче ун йышши çынсем нумай çав.
эх
(эх'), восклицание. Букв. 1904. Эх, чĕрем! пĕртен-пĕр ывăлăма та пĕчĕккĕллех хура тăпра айне, кайса, пытармалла пултăм-ĕçке. Букварь, 1904. Эх, шеремет, юлашки ануна та сутса, ятăн-çке! Шемшер. Эх, ква кут, кăвакут, сана йĕвенсĕр тытас çок; савни ачи сар ачи Тор çырмасăр пырас çок. (Хĕр йĕрри). Могонин. Эх, киремет! эсĕ, ман хута кĕрсе, çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп, тесе, киремете сулса хăварнă вара. Альш. Эх, аттеçĕм-аннеçĕм. (Из «Хĕр йĕрри»). Орау. Чиперех пыраттăмччĕ; пĕр мулкач йăрантан сикрĕ-тухрĕ те, эх, вĕçтерет çав!... Хам шартах сикрĕм.
ыйхăла
(ыjhы̆ла), дремать. Мамли-к. Хура кураксем сассисемпе пирĕн ялти çынсене ыйхăлама памаççĕ.
ывăл
(ывы̆л, в некот.. гов. ивы̆л), дитя мужеского пола. Сын. Изванк. Иногда ывăл, сохраняя свое значение, переводится по-русски словом брат. К.-Кушки. Сирĕн миçе ывăл? Сколько вас братьев? (т. е. сколько у ваших родителей сыновей?). См. хĕр. Хĕр пĕре çуралсан, ывăл иккĕ çуралтăр. (Из моленья). Кратк. расск. Çапла Адамя Ева икĕ ывăлтан пĕр ывăлсăрах тăрса юлнă. Н. Карм. Икĕ ывăлăм (два моих сына) çырăва вĕренеççĕ. Ракова. Ывăл хăрах куçлă, тарçă сĕм-суккăр. Сын, не заботится о олагосостоянии своего дома, а работник еще хуже. О заступлении, 10. Арăмĕ икĕ ывăл йĕкĕреш çуратса пани çинчен пĕлтерет. N. Вĕсенĕн кашнийĕн ачасем пулнă: ывăл та пулнă, хĕр те пулнă. Букв. 1904. Самук вăл пирĕн (в нашей семье) пĕртен-пĕр ывăлччĕ. (единственный сын). Сир. 102. Унăн çичĕ ывăл, виçĕ хĕр пулнă. Абыз. Манпа пĕр тăван виçĕ ывăл, три моих родных брата. Б. 13. Санран аслă ывăлсем е хĕрсем пур-и? (т.-е. братья и сестры). Юрк. Эпир иксĕмĕр, тата аттепе пĕр тăван ывăлĕ, пичче, (двоюродный брат, старше меня) çапла виççĕн чей ĕçме трахтире кайрăмăр. || Название младших братьев мужа, за неключением первого из них, которого сноха зовет «ывăлсем». Прочие называются: 1) чипер ивăл, 2) вăталăх ивăл, З) сарă ивăл, 4) хура ивăл (это название кажетея сомнительным, ибо «хура» имеет у чуваш не совсем хорошее значение), 5) шур ивăл, 6) кĕçĕн ивăл. Их жены назыв. кин. В Альш. первого из младш. деверьев сноха называет так же — ывăлсем; для прочих там имеются назв.: 1) вăталăх ывăл, 2) кĕçнивăл (= кĕçĕн ывăл), З) пĕчĕкçĕ ывăл. || Так же назв. других родственников мужа, моложе его возрастом; ири этом получаются, путем прибавления некоторых эпитетов, след. названия: чипер ывăл, сарă ывăл, шурă ывăл. Альш. [Одна женшина из Альш. утверждала, но не категорически, что назв. «шурă ывăл» нет; назв. же «хура ывăл» (см. выше) она признавала совсем ошибочным. Впрочем, разные говоры могут здесь и не сходиться]. Ст. Чек. Вăталăх ывăл, кĕçĕн ывăл (кĕçн-ывăл), пĕчĕкçĕ ывăл (пĕчĕк-çывăл). Ăратнерисене: сар ывăл — сарăрах пулсан, чипер ывăл — хурарах пусан, калаççĕ (название неродных братьев мужа). Буинск. Шурă ывăл, сарă ывăл. См. пултăр. || «Ывăлуна» вм. «ывăлна» употреблено в Кратк. расск., 9.
ывăт
(ывы̆т), бросать, кидать; пускать (стрелу). Цив. Эпĕ чул илтĕм те, йытă патнелле ывăтса ятăм. Полорусс. † Уххуна ывăтсан та, çӳле ан ыт (так!): ухху ункисене çухатăн. † Урама тухрăм, ух ывăтрăм. N. Манăн çурт çумĕнче икĕ хыр ларать, эсĕ çавсене, тăпăлтарса, хуларан ывăтса ярсан, эсĕ ман пуçа касатăн; ывăтса яраймасан, эпĕ санăн пуçа (т.-е пуçна) касатăп. Юрк. Патаккăна мĕшĕн ывăтса ятăн? || Распускать (цветы.). Буинск. † Çĕмĕрт чечек ывăтат, вăрманурлă курă нат. || Вскидывать (голову). † Пирĕн кăвак лаша çук; пусан та, пуçне ывăтас çук. † Пуян хĕрĕ, тиейсе, пуçра ывăтса ан тăрăр. Çук çын хĕрĕ, тиейсе, пуçра чиксе ан тăрăр. || Взрывать (порохом). Ист. 165. Тар пĕтĕм çĕре ывăтса янă. || Употребл. и в ткацком деле. СТИК. Шурă çине хĕрлĕ ывăтса турăм = кумми шурă пусан, ураççи хĕрлĕ пусан, çапла калаççĕ. || Намекнуть. Нюш.-к. Ывăтса, «намеками». Ыввăт! Сред. Юм. Пĕчик ачасем пытанмалла выляç те, пытансан: ыввăт! тесе çôхраççĕ.
ыраш амăше
, ыраш амăш, (амы̆ш), спорынья (на ржи). Н. Карм. Ыраш амăш — ыраш пучахĕнчех пулать; ыраш пĕрчинчен пысăкрах пулать те, хура пулать! О сохр. зд. Ыраш çинчен ыраш амăшесене лайăхрах тасатас пулать. О сохр. зд. Ыраш çăкăрĕ пире хăш чухне сиен те тăвать, мĕшĕн тесен çăнăхĕнче ыраш-амăшĕсем пулаççĕ.
ыраш кĕпçи
козлец (раст.). Байгл. Это назв. есть и в Изамб. Т. Сред. Юм. Ыраш кĕпçи — пахчасенче парка кĕпçеллĕ пулакан вĕтĕ-вĕтĕ чĕрпĕлленсе тăракан çӳлĕçлĕ шурă чечеклĕ курăк.
ырă кур
быть счастливым. Наслаждаться. Пользоваться. Сĕт-к. Ĕçрĕм — ыр кортăм, хĕр кортăм. БАБ. Сирĕн патăртан ĕнтĕ пăрахсах таратпăр (убегаем): ырă курăр ĕнтĕ. (Слова киреметей, обратившихся в бегство). N. Эпĕр ун патĕнче нумай ырă курнă-çке (часто угощал нас, хорошо принимал и пр.). Сĕт-к. Эпĕ илес хĕрсене ыр çын улĕ, исе, ыр кортăр, ыр кортăр та шар кортăр, ачи-пăча шар кортар. (В более старом варианте, слышанном мною в Курм. у. больше сорока лет назад, говорилось только: «Эпĕр илес хĕрсене ыр çын исе ыр кортăр»). К. С. Çак палуммипе (= пан-улмипе) кам ырă курать-ши? Кто воспользуется и насладится этим яблоком? Пшкрт. Халы̆ вы̆л сэ̆рβэ ыры̆ корачы̆ Очы̆кас сиызэм. Теперь тою землею владеют Оточевцы. О заступл. 14. Хура халăх та патша ĕçкĕ-çикинчен ырă курнă.
ырлăх
то же что ырăлăх. Добро, имушество, достояние. НТЧ. Эпĕ: ку ырлăха мар пулĕ (не к добру), мĕн те пулса пулать пулĕ, терĕм. Б. Бур. † Ут-кăшкарăн вăрлăхĕ, хура-туллăн ырлăхĕ. Атте-аннен юрлăхĕ, тивет иккен ырлăхĕ. Н. Якушк. Эпир вылятпăр, кулатпăр ырлăх çинче ӳснĕрен (оттого что живем в довольстве). Изамб. Т. Исампаальсем: кăсем (они) ырлăха килмеççĕ ĕнтĕ, тесе, килнелле Пăла урлă каçкă. Прокоп. † Ан йĕр, тăван, татăлса, пуççăр çине ырлăх çăват-ĕçке. Юрк. Пур ырлăхне хăй курать. Собр. Ырлăхран ырман, теççĕ. (Послов.). Бюрг. † Питĕрпурăн пурлăхĕ пурте хура халăхăн ырлăхĕ; хура халăхан пурлăхĕ пурте хуратăнранăн ырлăхĕ. Байгл. Ах, ырлăхăм, ырлăхăм! Ылттăн пекех ытăнать, кĕмĕл пекех шăранать, тăхлан пекех ирĕлет. (Из плача невесты). Ч. Й. Атте-анне ырлăхĕ çинче çинçе пĕвĕме эпĕ ӳстертĕм. Н. Карм. Эй мана ырлăх тăвакан Николай Иванович! (Начало письма). Сказки и пред. 107. Ырлах çинчен юрлакан кайăк йăвине кĕрсен. Хора-к., Покр. в. Ырлăх тăваччен, шырлăх ту. (Послов.). Шевле. Он ырлăхне (благодаря ему) пĕтĕм ял çока юлнă, чӳк туса парса. Панклеи. Карчăк çăккăрсане пуçтарса хорчĕ те, старика кĕрсенех çӳçрен ярса илчĕ. Çатмарине çаппĕр-илчĕ, çаппĕр-илчĕ те, пор холĕсене хоçса пĕтерсе: çав-и сан ырçа ырлăх? çав-и сан ырçа ырлăхĕ? тесе хĕнесе орайне пăраххĕр. Макка, 13°. Хăта-тăхлач ырлăхĕ пĕтмĕ вăл. Чăвйп. З. Вăсене утă капанĕ пек ырлăх тусан та, ăна часах манаççĕ; вир пĕрчи пек хурлăх тусан, ĕмĕр манмаççĕ. Чăвйп. 36°. Леш каланă: килесее килетĕп те, эсĕ мана пĕр ырлăх каласа пар, тенĕ.
ыткăн
(ыткы̆н), то же, что ывăткăн. N. Кашкăр ыткăна пачĕ. Волк бросился бежать. Изамб. Т. Хĕрсем ыткăнса çӳреççĕ (ходят гоголем) IЬ. Лаша ыткăнса пырать (бежит быстро, свободно). Букв. 1904, I. Унччен те пулмасть, пĕр арăслан сиксе тухать те, ыткăнать пăлан çине. Пазух. † Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура, халь ыткăнĕ эпир те ларсассăн. Ст. Дув. † Ыр ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. Альш. † Ыткăнса утса пынă чух ылттăн шăрçанăн курăнаттăн (тантăшçăм). (Из «хĕр йĕрри»). Янтик Б. † Пахчи — пахчи пан улми чи тăрринчи сар улми; самай татас тенĕ чух, ыткăнайрĕ-каяйрĕ (отлетело в сторону). † Хамăр ял кĕперĕ ылттăн кĕпер, — епле ыткăнса каçам-ши? Шурăм, № 6. Никамран хăрамасăр ыткăнатăп (устремляюсь, кидаюсь). Собр. 327°. Улăхаяттăм çӳл ту çине, ыткăнаяттăм (устремился бы) уртăш йывăççи çине. Уртăш йывăççин мĕн хуйхă? Амăрт-каяк лармас, çав хуйхă. Альш. Ыткăнса утса пынă чух, ылттăн шăрçанăн курăнатăн! N. Шыв ыткăнать-кăна: çул çине мĕн лекнĕ, çавна илсе каять. Чебокс. Ылттăнпала ыткăнмалла выляма. (Смысл непонятен). Альш. Ытканас (возноситься, гордиться) мар: ылттăнсем пур, тесе; хурланас мар: телейсем çук, тесе.
ытар
(ыдар), найти в себе достаточно сил и решимости, чтобы отказаться от увлечения, обладания или наслаждения предметом. Ольга. Вара вăл, ăна ытараймасăр, хăй валли качча илнĕ. N. Хĕри-пăраç çине (на девиц) ытараймасăр пăхса ан тăр. Хурачка. Ытармалла мар чипер, обворожительно красивый. N. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хура халăх кӳртетĕп (надо: кӳртетне), картишне тултаратна? Хĕрме, ытарăпин, ытарăн, кăна ытараймăн, терĕн пуль. Тур урхамах кӳртетне, картишне тултаратна? Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хĕрме, ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăн, терĕн пуль. (Из «хĕр йĕрри»). N. Çавăрма çук сылтăм аллăма, ытарма çук савнă тусăма. (Из «хĕр йĕрри»). Буинск. Улăхранта улпут, аЙ, тухаймасть, улăх улмисене ытара (надо: ытарса). Ч. Й. Çак тăвансем кунта килсен, ытарса яраймасăрах, каç турăм. Собр. 31. Çын кăмăлне ытараймасан, хăйне явăр пулнă, теççĕ. N. † Ылттăн укçа памасан, ытармастпăр аппана. Альш. Иç килмĕттĕм çак киле, хамăр тăван йыхăрать, ытараймăн (надо: ытараймăп?) тăван кăмăлне. Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Хура халăх кӳртетни, карту ăшне тултаратни? Хĕрне: ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăп, терĕн пуль. (Хĕр йĕрри). Шемшер. † Порохотпа порохот хирĕç полсан, ытарими-ытарими кăçкăраççĕ; тӳр хĕрĕпе тӳр ачи хирĕç полсан, ытарими-ытарими поплеççĕ. Дик. леб. 48. Патшанăн ытарма çук илемлĕ пӳлĕмĕсенчен Елисана чĕрĕ (siс!) çĕр пӳрте кайса хупнă. Юрк. Кăмăлне килнисене, ытараймасăр, пĕр-ик хут та вуласа пăхнă. † Ытарайми тăвансенчен епле ытарса каям-ши? Ст. Дув † Тăванăм, тăванăм, тав сана, епле ытарам эп сана? Кубня. † Ик аллăмра икĕ кĕмĕл çерĕ, кăшне кăна ытарса кăшне хывам-ши? Ялта-кăна икĕ савнă тантăш пур, кăшне ытарса, кăшне каям-ши? Чур.-к. Ах, вăрман, сĕм вăрман! ытармалла мар сана, пытармалла сан мана. Сред. Юм. Ытла пит ытарайми (обворожительная) хĕр те мар-çке çав — аптратнă çавна илесшĕн! Юрк. Вĕсене курсан, хам та, алăри ача пек, темĕн тĕрлĕ савăнса, ытараймасăр, тăраниччен калаçаттăм. Ст. Чек. Ытарма çук аван! «До беспредельности хорошо!». Сир. 82. Эпир турă ĕçĕсене вут хĕлхемне курнă пек анчах куратпăр, çапах вĕсене пăхса ытарма çук. СПВВ. Х. «Ытарас, ытараймас». Срв. ыт, ытă. Т. М. Матв. Тав сана! — Ытармалла мар сана!
ыхрути
(ыхрубиы), дикий лук. Н. Карм. и др Ыхрути, тесе, хура пусра ӳсекен сухан майлă курăка калаççĕ. Хăй у сухан пекех юçĕ, анчах çулçисем (сулзизэм) суханăнни пек хăвăл мар, калча (калџ̌а) майлă. Тĕпĕ те пур, анчах сухан пек шултăра мар, вĕтçĕ, мăйăр пек анчах.
и
(и), вопрос. частица. Иногда энклит.: ли. Ставится после всех частей речи. См. а, е. Рег. 491. Вăл туса-и, пичĕш туса-и кона? Рег. 492. Вăя сана хăва (=сам) пачи кона? Он тебе это сам дал? Рег. 493. Эс пырса-и, вăл пырса-и? Рег. 494. Вăл тури (= турĕ-и) кона (ку портаврине)? Рег. 495. Вăл туса-и? Рег. 487. Шув-и ку? Онни (онăн-и) ку? Сумар-и вăл? Пусăк-и? Букв. 1886. Ĕлĕк хама вăрланă чухнехи аса килмерĕ-и-ха? тесе калать, тет, карчăк. Рег. 1430. Эп кайса пăхам, килте-и, кияте мар-и вăл. Рег. 1432. Кайăпăри, йолăпăри, пĕлместĕп эп халĕ. Рег. 1437. Кили, килми? — Эп онтан итрĕм, килет-и, килмест-и, тесе. Сред. Юм. Эп пĕлмесп-и? Я не знаю ли? Ст. Чек. Эс-и ку? 1. Неужели это ты? 2. Это ты? IЬ. Эсĕ-ччи унта? Разве там был ты. Беседа чув. 13. Те кам та пулсан çилентернĕ сана, е арăмупа вăрçнă-и эсĕ? Орау. Пулăшăн-и? (Юрк. Пулăшăн-а?). Поможешь-ли? Чебокс. Атте, вăрмана кăмпа пуçтарма каям-и? — Кай, ачам (позволение). Ч. С. Эпир, ана çине çитсе, вуншар кĕпте выртăмăр-и, выраймарăмăр-и — хĕвел анăçĕ енчен хуп-хура çумăр, хăрушă аслати авăтса, киле пуçларĕ. N. Улпучĕ тухрĕ, тетте: мĕн пăхатăн чăваш? тесе каларĕ, тет. Лешĕ: пăрçа пит аван санăн, Ваше Высокородие; çавна пăхмастăп-и-ха эпĕ? (вот я на него и смотрю) тесе каларĕ, тет. || Или — или; ли — ли; то-то. Юрк. Вир кĕрпинчен-и, хура-тул кĕрпинчен-и, пăри кĕрпинчен-и, чăваш арамĕсем пăтă пĕçерсен, çисе тăранма хал çук. Елш. Пирĕн ялтан Куславккана çич çухрăм-и, тăххăр-и хисеплеççĕ. Рег. 1431. Паян-и, ыран-и полĕ (хатĕр). Орау. Николай Иванович! Эпĕ килтĕм те, сире вăратса кĕрес мар, терĕм; халь N. патне-и, ай мăнастире-и каяп-ха. Петĕр. Рег. 1435. Паян поли (= полĕ-и) хатьăр, ыран поли хатьăр. Рег. 1434. Сотăп-и, хам пусăп-и (сотăпри, хамăр пусăпри). Рег. 1436. Вăл хорт картинче поли, ойра поли. С. Йор полĕ-и, çомăр полĕ-и, полатех паян. С. Ларать-и, тăрать-и, выртать-и, пĕре те тӳр (спокойно) тăма пĕлмеç. Ку ачан пĕре те тирпейĕ (порядка) çок: макрать-и, колать-и; вăрçать-и. Орау. Хуннĕмсем янă пуль-и (= либо), пĕр-кун пĕр уччиттĕл килсе карĕ, укçа ярас терĕ, — çав янă пуль-и. Сборн. Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимест. Çийĕчи та, çимĕчи, пури тĕпĕ яка пулĕ. Исх. ХХI, 31. Ывăлне сĕксе вĕлерет-и, хĕрне сĕксе вĕлерет-и (сына ли забодает, дочь ли забодает), ăна çав закон тăрăхах тумалла. || В особом значении. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 146 след. Т. VII. Тархасшăн патакма пăрахса хăварсам-и. Собр. 253. Ачам, сана мĕн парам-ши? Виçĕ ял çинчи сарă каччă сана халал, ай, пултăр-и. Тимерс. † Атьăр, каятпăр-и, каятпăр-и, кĕмĕлтен те кĕпер саратпăр-и? † Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне. Шелепи с. I, 15. Ыр вут ама, вут амăш, ху вутна ху чарсам-и! Ырă турă Пӳлĕхçĕ, пĕр ху анчах çăлсам-и! || Иногда — без вопросительной интонации. Çур-çĕре çитейĕпĕр-и. Не знаю, доедем-ли к полуночи. Якейк. Эп вăйлă полам-и, сана ним вырăнне те хорас çок! Ах, если-бы я был сильным, я бы тебя ни во что не ставил! || Кажется; как будто. Орау. Эс çапла каламарăн-и? Кажется, ты сказал так? || Выражает неуверенность, незнание. Орау. Шр мă-ăнтăр учительница пурччĕ те, каять-и-ха, каймаст-и, мур (не знаю, уйдет-ли с места, или нет). N. Тепĕр писмине карточкапа пĕрле ярса поли. Не знаю, удастся-ли послать следующее письмо с карточкой. || Поди как. Сред. Юм. Эрне çукаланать-и. Поди как, чай, теперь лакомится. Эрне тĕпĕртетеççи иккĕш. Ерехетленсе ларать-и. Поди, чай, как довольствуется (наслаждается). || Авось. Орау. Кай-ха, пами (т.-е. авось даст). IЬ. Кăçал юр хулăм ӳкрĕ, çула хирте турă пами (авось не даст-ли бог урожая). || Орау. Сысса хурам! На... ть мне! IЬ. Сысса хурам-и! Вот еще!... на...! Оба выраженил означают нежелание сделать что-либо. || IЬ. Çĕр çăггăр-и! — Мур çитăр-и! — Сысса хăварам-и! Все эти выражевия означают: «а чорт мне с ним!», «ну его к чорту!» и пр.
иккен
(иккэн'), от тат. iкäн. См. «Оп. иссл. чув. синт.» I, стр. 544 ., II, стр. 237—339. || Оказывается. Бес. чув. Микулай пит инçех кайман иккен; Керимулла ăна чĕнчĕ те, вăл каллах ун патне пычĕ. С. Шигали. Ц. Эпĕ çаксам килнине куртăм та, часрах, кам иккенисене паллас тесе, пӳрте чупса кĕтĕм. Альш. Вăл мăрса вăл вырăнта кĕлĕ те тăвать иккен (совершал), тата урăх темĕн кирлисене туса тытса тăрать иккен, хăй çыннисемпе. N. Эпĕ чăнах та: курăк пулĕ, тесе; вăл авă мĕне иккен-ха Альш. Вун-икĕ мулкаç çурисем тĕл пултăм; вун-икĕ мулкаç çурисем иртиччен, выртас иккен çулçăн айĕнче. † Хура вăрман витĕр тухнă чух, вун-икĕ мулкач, çури тĕл пултăм, вун-икĕ мулкач çури иртиччен, выртас иккен çулçă айĕнче: çак самана йăвăрне пĕлнĕ пулсан, выртас мĕн анненĕн хивĕнче (=хĕвĕнче). Кошки. † Çакă нушана пĕлнĕ пулсан, выртас иккен анненĕн хĕвĕнче. Хып. 1906, № 29. Вĕсем пит килĕштерсе пурăнаççĕ. Анчах инкек кирек кама та тиркемест иккен! Альш. Шап-шурă юрсем çинче ылттăн тенкĕ пек иккен йĕрĕсем. Изамб. Т. Эпир пăхăрăмăр та, чăнах та хĕвел выляса тухат иккенне куртăмăр (на пасхе). N. Вара эпĕ хай йĕрĕхе (=кузов йĕрĕх'а) пытарнă иккенне пĕтĕм (узнал, что спрятали). Шел. И. 15. Иртет иккен ĕмĕр.... пĕтет кун-çул...
илен
(ил'эн'), привязаться, приразиться, приручиться, пристать, привыкнуть, повадиться. Янтик. Буин. Ах аппаçăм Ликара, Исака кайсан юрĕ — епле иленсе пурăнĕ-ши? Бюрг. Сирĕн киле вăрăсем иленнĕ иккен, лашăрсене вăрлама. Пазух. † Улма йывăç чечекне те сарă кайăк иленнĕ; Çĕнĕ-кассăн хĕрсене те сар йĕкĕтсем иленнĕ. † Анкарти хыçне тулă акрăм, хур-кăвакал иленчĕ. Пĕр киле пит нумай шăши иленнĕ. Ист. 155. Тата урах улпутсене Иван патне иленесрен тарса тăнă. Вĕлле хурчĕ. 27. Кайăк пит иленсен, ăна пăшал сассипе хăратма та юрать. † Вуникĕ те капан хушшине хура çĕлен иленчĕ. Собран. Вара хĕрт-сурт иленет тет (привязывается к дому, если ему приносят жертвы). Собран. † Епле иленсе, епле пурăнăр-ши? Сред. Юм. Пĕрмай, кашни килмес-сайран какай парсан, кôшак хăех иленет ôлă (олы̆). † Шăнкăрчă иленмерĕ (не стали жить в скворечнице), — мĕн тăвас?
ир-ир
по утрам. N. Кунта халĕ çанталăк пĕр виçĕ кун, ир-ир шăнтса, уяр тăчĕ. Юрк. † Ир-ир тăтăм, каç лартăм, шурă тăват-кăл тутăр чĕнтерлерĕм.
ирсĕр
(ирзэ̆р), поганый, мерзкий, скверный. Требн. 312. Сан умăнта пурсăмăр та ирсĕр. Юрк. Ив. Ив. акă çак чей чăшкисене те арăмна касаттарас пулатчĕ-çке; куран, авă ĕçме мар, пăхма та ирсĕр, тет, варланисене кăтартса. Ст. Чек. Ирсĕр япалана мĕн тума илтĕн аллăна? IЬ. И, ирсĕр! (называют ребенка, берущего погань, или, человека, говорящего неприличные слова. || Отвратительно мокрый. Альш. Юрк. Ăна курсан (это...), çапла ирсĕр хăтланнине курсан (эту гадкую пачкотню), йĕрĕннипе çиессĕм килми пулчĕ. Сĕт-к. Ирсĕр — безобразный, оскверненный. || Мерзкий (о погоде). КС. Тухса кĕме çанталăк пит ирсĕр (мерзейшая погода = мочит без конца). Юрк. Ирсĕр вăхăтра = в слякоть? || Ст. Чек. Ирсĕр — лăпăр-лапăр, юхан-шăтан, сĕлекелĕ. || Противно. Юрк. Чиканĕсем пурте хуп-хура çӳçлĕ, хуп-хура пысăк кăтра сухаллă, çийĕнчи тумтирĕсем пурин те çĕтĕк-çатăк, пăхса тăма ирсĕр.
уй пăрçи
назв. маленького черного насекомого. Ср. Юм. Тыр вырнă вăхăтра анасĕм çинче çӳрекен вĕтĕ хура каяк. Здесь «Каяк» не означает птицы.
уй ӳкĕ
назв. молення. Хурамал. Уй чукĕ. Уй чӳкĕ тăвас тесе, килĕрен укçа пухаççĕ. Çав укçапа хăш çул тына илеççĕ, хăш çул вăкăр илеççĕ; кăçал тына илчĕç. Çуллен тĕрлĕ асăнса чӳк тăваççĕ. Уй чӳкĕ тăвас тенĕ кун пурте килĕрен пашалу пĕçереççĕ. Кăнтăрла иртсен, пурте пашалу, кĕрпе, тăвар илсе, çуллен тăвакан çĕре, хире, пухăнаççĕ; унта тата хăшĕ сурăх таки е путекки илсе пыраççĕ. Вĕсене хăшне «кăчăкă таки» тесе чӳк тăваççĕ, тата хăшне «Кепене», тата Кăрпана тесе пĕр така асăнчĕç. Такине силлентернĕ чух пурте çĕлĕкĕсене хул-хушшине хĕстереççĕ, çийĕсене тумтир тахăнаççĕ, вара çапла каласа асăнаççĕ: çырлах, Кăрпан, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр. Çĕре ан хăрт, тырра-пулла ан типĕт. Сана çул çавăрнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа асăнатпăр. Çырлах, Кăрпан, савса панине савса ил! тесе таки çине шыв яраççĕ; таки силленсен, пурте, капăртатса ӳксе, пуççапаççĕ те, вара пусса пĕçереççĕ. Пиçсессĕн, каллех чӳклеççĕ. Тынине те çаплах асăнчĕç: çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш! Сана асăнатпĕр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, юççапатпăр. Кирек мĕн те пулсан, çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш; сана çук чух асăнтамăр-витĕнтĕмĕр, халĕ пур чух хура халăхпа кĕлтăватпăр. Çырлах, савса панине савса ил, кирек мĕн те пулсан, теççĕ. Тынине асăначчен. «Чĕлпĕр тытан», тесе, хур силлентереççĕ. Вара, пурне те пĕçерсе пĕтерсен, хурансене ĕречĕпе лартаççĕ те, пурте, тăрса, чӳклеççĕ; пĕр хуранне чӳклемессерен ӳксе пуççапаççĕ. Унтан вара халăха курăк çине ларма хушаççĕ те, какайне, пăттиие валеçсе параççĕ те, пурте: тунă чӳк-кĕлĕ вырăнлă пултăр, тесе, таврăнаççĕ.
уяв
соблюдение. Празднование. Праздник. Изамб. Т. Ыран праçник, пире уяв. || Назв. Чувашского праздника. К. В. Лаврский. (Труды статитич, экспед., снаряжен. в 1883 г. казан. губерн. земством. Казань. 1884. О хозяйственн. Условиях Егоркинской и Максимкинской волостей Чист. у.) Одним из препятствий к распространению троекратной вспашки является также обычай чуваш (крещеных и некрещеных) праздновать уяв, — какой-то языческий праздник, в роде наших «святок», — который продолжается недели две, совпадая с междупарьем. Во время уява считается грехом тревожить землю, так что даже не позволяется полоть в огородах, а тем более ковырять землю сабаном, сохой или лопатой. Обычай еще очень крепко держится, хотя в некоторых селениях, где чуваши более обрусели, и начинают от него отступать. Но я сам был свидетелем, что в Биляр-Озере, напр., русские с большим удивлением смотрели на чувашина, который в уяв поехал пахать: «В прежние годы доеталось-бы ему, говорили мужики — изломали бы у него сошники-то». Во время уява чуваши вообще предаются ничего-неделанью и выпивают огромное количество пива, а при начале праздника бывает общее пиршество в поле, ночью, причем приносятся в жертву быки и коровы. Крещеные участвуют наравне с язычниками и даже иногда председательствуют на молебствия, т. е. заменяет жреца крещеный чувашин. С хозяйственной точки зрения, можно видеть некоторую пользу уява в том, что за это время крестьяне и скот набирают силы для предстоящих им (с Петрова дня, приблизительно) усиленных трудов: пашни, сенокоса и, наконец, страды. СПВВ. ЕС. Уяв = çинçе = çимĕкпе утă çи хушши, ĕçсĕр вăхăт. Макка, 235. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать. Макка, 235°. Уява иртерме хире кай енелле каяççĕ, унтан вара, çырма хĕрне анса, пите çăваççĕ те киле таврăнаççĕ; киле таврăннă чухне хыçалалла çаврăнса пăхма юрамаç, теççĕ; как хыçалалла çаврăнса пăхсан, вилен теççĕ. Бугульм. † Хĕрсем уява тухсассăн, килет уяв илемĕ. Альш. Уяв тăвас. а) Белые рубашки, б) днем игры и песни. Обыкновенно по пятницам (теперь по воскрес.). В пятницу тутар вăййи. N. † Çак уяври ачасем пуçне ухса юрлаççĕ. † Сарă пурçăнтан, сарă турăм, уяв кунĕ çыхмашкăн. Макка., 222. Уяв калах вырсарни кун пулать. М. Сунчел. Çав уяв çимĕк иртсен пр-ик эрнерен пуçланса каять. Уяв тени уяс тени пулать; уяв, тесе, ахаль ирттернĕ вăхăта калаççĕ. Уяв вăхăтĕнче ним ĕç те ĕçлемеççĕ. Уява виç эрнерен ытла тумаççĕ; виç эрне тусан, хыт сухана тухаççĕ. N. Мăн чӳл тăваççĕ, ун чухне тăватă ял çынни пур те пухăнаççĕ, ваттисем кăна, çамрăккисем хăйсем урăх çĕрте, таса çерем çинче юяв (siс!) выляççĕ, ваттисем патне пымасçĕ. Альш. Хĕрне уяв кĕпи, шурă кĕпе, тăхăнтараççĕ. N. Петрав кунĕ çитерехпе, çамрăк ачасем уяв калама чарăнаççĕ. N. Уяв тесе калакан праçнике уяма тытăнаççĕ.
уяр
божья коровка (насекомое). Н. Седяк. Уяр. Хĕрлĕ хура пăнчăсемне пулать (полукругом), вĕçсе çӳрет. Чертаг. Уяр (хĕрлĕ тĕрлĕ, пĕчĕкскер). Шибич. Уяр-насекомое (хĕрлĕ; çалти хĕрлĕ, аялти хора). См. вир.
уяр
ояр (уjы̆р, ojы̆р), отделять, делить, отличать, различать, разлучать, разнимать. Бес. чув. 12. Çук, çук, Керимулла, эпĕ сан çине çиленместĕп, пирĕн хушшăмăрта нимĕн уйăрăсси те çук. НТЧ. Унтан вара хай виçĕ чăхăта кĕрекере лараканни плет те, пĕчик-пĕчик татака уйрать. Шурăм, № 28. Утă уйăрни, делёж сена. Конст. чув. Ватăлмалăх кунăмра кукку, мана уйăрса хуса ярса, турккă хĕрне илчĕ те, унпа ултă çул пурăнчĕ. Чур-к. Петĕр çатăр, кот çатăр, сысма ларнă — çекленнĕ, çичĕ пус парса уйăрнă. || Разнимать. Ч. С. Çапăççан-çапăççан вĕсене уйăрса ячĕç те, вара эпĕ те киле таврăнтăм. || Роиться. Чув. Сбор. 47. Мартăн малтанхи кунĕнче тăман пулсан, хура тулă пулать, тата пыл хурчĕсем уйăраççĕ, теççĕ. † Вуникĕ те вĕлле хуртăм пур, çуллен уйăрмантан ӳпкем пур. Кадыш, Цив. у. Манăн пыл хурчĕ уйăрсан, хупсан, 4 кунтан тухса кайрĕ эпĕ килте пулман. Тюрл. Вăл кун хурт-мĕн уйăрмарĕ. || Различать. Бюганский. Вăлсем чăн тĕнпе суя тĕне уйăраймаççĕ. Юрк. Вырăссем мĕшĕн чăвашсене уйăрайманни паллă. N. Чупсан-чупсан, тăтăм та, итлесе пăхрăм: тахăçта аякра кăшкăрнă сасă илтĕнет. Лайăхрах итлесе пăхрăм та, хама чĕннине уярса илтĕм. Хыпар № 30, 1906. Ĕлĕк тĕттĕм, нимĕн пĕлмен халăха халĕ вырăнĕ-вырăнĕпе вырăсран та уйăрас çук. || Подробно, ясно излагать. Хурамал. Çавсене (об этом) тархашнăн уйăрса (подробно) çырса ярăр. || Лишать. Проп. о блудн. сыне. Вăл, вĕсене пиллесе, кирек мĕнле япаларан та уйăрман. || Разбирать, рассудить. Тораево. Эсĕ пире уйăрса пар (рассуди нас), эпир çавăн çинче виçĕ çул тавлашат пăр. Жит. свят. янв. 381 çулта Македоний ерĕçне уйăрса татма пĕтĕм тĕнче архиерейĕсем пухăннă çĕре св. Петр. та пынă. || Выделять из семьи. Юрк. Хĕветкине уйăрса кăлараççĕ (выделили из семьи). К. Чакă. Çăварне уйăрнă = хĕненĕ (по лицу). IЬ. Çăваря уйăрăп. Скулы сверну! || Выбирать. См. суйла.
уйăрăл
(уjы̆ры̆л), отделяться, разделяться, отходить, отставать роиться. К.-Кушки. Йывăç çумĕнчен хуппи уйăрăлнă. N. Эсĕ ампар патĕнчен ниçта та ан кай, ампар патĕнчех тăр, ампар алăкĕнчен ан уйăрăл. Кр. расск. 25. Иосиф Вениамина ыталаса илнĕ те, уйăрăлаймасăр, пит вăрах йĕнĕ. Урм. Ивансем пӳрт патĕнчен уйăрăлчĕç, тет те, пыраççĕ, тет. Якейк. † Çич уй орлă хам каçрăм тăвана-пĕтене корасшăн, мĕлле уйăрлса каяс-ши? Юрк. Эсĕ аçу патĕнчен уйăрăлса тух. Альш. Хырăмĕ уйăрăлать-каять. Брюхо сразу расселось. О сохр. здор. Ĕçрен пĕртте уйăрăлмаççĕ (благодаря здоровью) никогда не покидают работы. Ал. Цв. 19. Хура вăрмансем ун умĕнче уйăрăла-уйăрăла тăнă ăна аслă, яп-яка çул парса пынă. Псал. 34,15. Уйăрăла-уйăрăла кайсан, та, мана хĕрхенмерĕç. Сунчел. Уйăрламах (чит. Уйрăмах) çуралса пĕрле ӳссе, мĕшĕн уйăрăлмăлла çырнă-ши? Вĕлле хурчĕ. Хурт уйăрăлни çинчен, о роении.
уйăх
ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. IЬ. Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. IЬ. Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пур. IЬ. Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.
уйăх таврăнсан
после нолнолуния. См. Магн. 145. Вил. ял. Пумилккене уйăх таврăнсан (после полнолуния) тăваççĕ (в первую пятницу после октябрьского полнолуния) К.-Кушки. Уйăх таврăнни шурă тулли хыç.çăн пулать. Уйăх таврăнни бывает после шурă тулли.
хĕрлĕ тулли
первая ночь полнолуния. К.-Кушки. Хĕрлĕ тулли уйăх тулса çитнĕ каç пулать, тепĕр каç — шурă туллн. Хĕрлĕ тулли бывает в первую ночь полнолуния, в следующую ночь — шурă тулли. См. шурă тулли.
шурă тулли
следующая за полнолунием ночь. К.-Кушки. Шура тулли хĕрлĕ тулли хыççăн тепĕр каç пулать. Шурă тулли бывает в следующую ночь после хĕрлĕ тулли. См. хĕрлĕ тулли.
уйăх шур тулли
полнолуние (время совершенной полноты лунного диска). Г. Т. Тимоф. Паян уйăх шур тулли-ши? Id. Паян уйăх шур тулли, çип пăтласа хурар, уйăх шурри пек шурă пултăр. Срв. стр. 189.
ука
(уга), позумент. Чертаг. Альш. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке; качча купăс калать-çке: хĕр илĕртме çӳрет-çке. Юрк. † Çӳçĕмсене вырăсла кастартăм, вăр çавăрса, чăн ука тыттартăм. Юрк. † Ылттăн ука-шăрçасем пасарта çук. Ука и шăрçа здесь две разные вещи? М. Туваны. † Пирĕн Тумккă хĕрĕсем катар кутлă шупăрпа, симĕс тĕслĕ саппанпа, ука янă пыçхипа. Чув. сб. I, 91. † Ай-хай, сарă утçăм, сарă çилхеçĕм, ылттăн ука шел мар çитлеме. Якейк. † Ай, пичи, хĕр кортăм: сар ока пак çӳçĕ пор, ленттĕ-хăйю сăнĕ пор, йăс пăралок кĕлетки, çормала пуçлă çăнати, покранимер копарчи. Шаймурз. 429°. Ука пĕрнĕ енчĕк. Кĕвĕсем. Елшел ачи шав ука, çути ӳкрĕ хĕр çине. Кĕвĕсем. 77. † Çак тăвансем пирĕн таçтан паллă, куç харшийĕ хура, çӳçĕ ука. Хорачка. Пасартан илеччĕ (= илеççĕ) çутă ока (оҕа). Якейк. Ока пĕрчĕк çӳçĕ пор. Ч. П. Сарă ука пек çӳçме ӳстертĕм. Ч. П. Ылттăн ука шăрчăк. Юрк. † Маттур хĕрсем чĕнтер яваççĕ, чĕнтер яваççĕ, ука çавăраççĕ. Якейк. † Ока пĕрчи çӳçĕ пор (у девушки. Свад. песня). Альш. Çиччĕн явнă укаçăм, çипне тирнĕ нухратçăм. || Ука — какая-то часть растения zea mais (кукурузы). || Личн. яз. имя женщины. Рекеев., Рысайк.
ука нухайкки
назв. какой-то натайки (плети). Встреч. неоднократно в сказке о двенадцати братьях («12 пăрат»), сообщенной в рукописи Г. Т. Тимофеевым. Ау, 72, 73, 74, 75. Куртăм, инке, куртăм. Кĕре-çӳрен лашичĕ. Ука нухайкки аллинче, симĕс пиçиххи пилĕкĕнче, шурă перчекке (= перчетке) аллинче, тарай тутăр мăйĕнче.
Укра
«повидимому, женское имя». В Мокшине, Чист. у. (Мăкшелĕнче), есть Укра Яккăвĕ, которого иначе зовут Хура Якку.
укçа
окçа, деньгн. N. Эп те сан пекех кăçал хам укçапа сĕт илнĕ (покупал). Регул. 1091. Эп окçашăн ĕçлетĕп. IЬ. 1326. Ман окçампа ослам тăвать. Хава окçишăн пит макăрчĕ. IЬ. 1540. Эп хам окçа çинчен (на свои деньги) илтĕм. Чăвйп. 26. Хăй тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Ч. С. Ку хура укçасене ăçтан тупрăн тата ачам? терĕ. (О деньгах киремети). N. Хай пурлăхне сутса, укçа туса (выручив д.). N. Укçа чул кастарать. (Послов.). Н. Шинкус. Тет. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пасса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă... Нюш-к. Халь у (эти) укçасене шуйттан аллинче, теççĕ. К. С. Пĕр çĕр теннĕк ытларах укçа тытма шутларăм выльăхсенчен. Изамб. Т. Епле, укçа (страховые деньги) тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? Собр. 353. Ылттăнтан укçа çаптартăмăр (велели начеканить). † Ала, 58. Хамăр ялсен хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть (все в доньгах). Альш. Авалхи кайман укçа, старинная монета (или деньги), которая(-ые) уже вышла(-ли) из обращения. Козм. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттине пурăнатнăр, теççĕ, тет. Регули 1521. Лаша лайăх, çамрăк вăл, окçа тăрать. Регули, 1081. Эп он окçи çинчен (за его счет) илтĕм. IЬ. 1101. Окçам çок, утăм лайăхчĕ. Янтик. Сан укçа пур-и? Пар-ха мана пĕр-икĕ пус (спрашивает тогда, когда спрашиваюшему самому нужны деньги). Сан укçу пур-и? Укçу пулсан, кай! Говорят, когда человек хочет ехать куда-ннбудь, и хотят удостовериться, есть ли у него деньги. IЬ. 1268. Эй окçан (деньгами) памăп сана, таварăн (таварпа) парăн. IЬ. 1324. Вăл ман окçама (окçамăран) илчĕ. N. Укçаран пурăнап-халь, аптрамасп. Деньги у меня пока есть, ничего, проживу. N. Эсĕ çак укçапа (на ати деньги) юсма (лестницу) тугарса кил. Етрухин, Цив. Авалхи çынсем укçа пăрахни. Авалхи çынсем епле каска пуканне пуççаннă. Çакă пуççапу пирĕн ялтах пулнă, Кивĕ Енккассинче, Çутри касра. Çутра пĕр карчăкпа ватă упăшки пулнă, усен ача-пăча пулман. Çавсем килĕнче кĕлĕ теекен тӳркĕлли пулнă, çавсен каски пуканĕ ăшĕ хăвăл пулнă, çӳлĕш пĕр аршăна яхăн. Çакă пукан ĕлĕкхи ĕмĕрхи, пĕр 2 çĕр çула яхăнхи пулнă, вара ялта кам шыçă чирĕпе, кăшне асат хуçнă, е урисем тукмак пек шыçсан, вара усен юмăçи çанта тӳркĕллине пуççапма, парне кӳме, каски пуканĕ ăшне укçа яма хуша-хуша янă, тӳр кĕлли парни пăкани тунă, уна питĕ лайăх тумлантарса, вĕтĕ кĕмĕл тенкĕсем, нухратсем çакнă. Çапла вара, çакă каска пуканне пуççапма кайсан, пăканнне каска пуканĕ çумне тăратнă, ăшне укçа янă. Çакă парнесене кӳни ĕлĕкхи чăвашсен килĕнчи чирленĕ çын чунне вилес вырăнне пулнă; вăл акă епле пĕлтернĕ: чăвашсен е пĕри-пĕри чирлесен, шыçă е асат хуçа пуçласан, вара вĕсем каланă: ĕнтĕ тӳркĕлли килсе кĕчĕ; пĕр киле кĕрсен, пĕтерĕ ĕнтĕ вăл, вĕлермес çине килсе кĕрекен мар вăл. Часрах, çак чуна асанлантарнине курсан, чун вырăнне пăкани туса, кайса, лартнă, укçине каска пуканне янă. Ĕлĕк, çын вилсен, виллс укçа паннине пĕлтернĕ. Çапла тӳркĕлли ыйтнă чун вырăнне пăкани чирленĕ ячĕпе лартнă. Çынни çапах та черлеймен, çакă чирсемпех асапланса вилнĕ, вара кил-йышсем каланă: эй мăрăнтан (чит: мăнтарăн) тӳрĕ кĕллийĕ, пирĕн парнене хапăл илмерĕ, çын чунех кирлă пулчĕ пуль! тесе шухăшланă. Çапла тӳркĕлли ял хушшинче питĕ пысăк пăхăнтару пулнă, теччĕç ваттисем. Сред. Юм. Укçан хулхине касман. Укçан хулхине касман, тесе, укçана, çĕтсен те, шыраса тупас çук, тесе калассине калаççĕ. N. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттипе пурăнатпăр, теççĕ, тет. Орау. Кăсяри укçа кăшкăрать вĕт вăл. Пирĕн кăсяра укçа тăрналла кăшкăрать вĕт вăл. Кăсйинчи укçа чикет пуль (т. е. когда заведутся деньжонки, то так и подмывает их истратить). Собр. 85. Чӳл-Хулара укçа салатакан усал пур, тет (чорт, раздающий деньги).
ула пиçиххи
пестрый пояс. Юрк. Хура сăкман, ула пиçиххи мăкшă ачи çийĕнче.
уличе
(ул'иџ̌э), околица (ворота). К. С. || Уличе — село «Алешкино», Сент. у. Алешкино ят унăн ак мĕнрен тухнă. Ваттисем сăмахĕпе, çак хальхи Уличе вырăнĕнче ĕлĕк сĕм вăрман пулнă. Унта пĕр улпут пурăннă. Çав таврари çĕрсем, вăрмансем, тата хура халăх ялĕсем те çав улпутăнах пулнă. Вăл Алешка ятлă пулнă. Унтан инçе мар тата тепĕр, усал-ĕскер, улпут пурăннă. Унăн каллах куннĕ пек хура халăх пулнă. Вăл хура халăха пит усал тыткаланă, вĕтнĕ (хĕнĕнĕ). Çавăнпа хура халăх, ун патĕнчен тарса, Алешка улпут патне пынă. Вĕсем унта, вăрмана касса, ял тунă. Çав улпут ячĕпе вара вăл яла вырăсла «Алешкино» тенĕ.
улма
олма, яблоко. Т. М. Матв. Улма çисен — кулма. Сред. Юм. Олма çыххипе ларать. Яблоков очень много. Вомбу-к. Олма юçĕтсе çиеççĕ. Шаймурз.). Мĕншĕн, савнийĕм, ку тĕрлĕ матур пултăн? куçăхăн-ĕçке, ылттăн улмаçăм! Кам. Враг. Ай-хай, тăванăмсем, ай, чунăмсем, сатра пиçнĕ сарă улмамсем. Шурăм-пуç, № 24. Килте тата улмасем те ӳкнĕ пулĕ-ха. N. Хусанта илнĕ хура тутăр, улма пек, улма пек шурри пур. ld. Улма парăп, улма çиеессĕн; чунма парăп, хама савсассăн. Рак. Ку тĕнчере мĕн хуйхă пур? — улма пекех чунăм пур! Лашман. Улма кашăк аври, ай, сăрлама вуник мăскал шурă сăр кирлĕ. N. † Икĕ улма пек куçма шăла-шăла... N. Улма-йывăçĕнчен улми аякка кайса ӳкмес, теççĕ. Шурăм-пуç, № 19. Улма праçникчен улма ан çийĕр: мăн-аçи çапать. † Олăх ути олма пек, пирĕн йысна олпут пек. Картофель. Завражн. Олма, картофель. || Белеб. Улма — нашивка в виде полоски на спине женской рубашки (в Ибряйкине эго наз. сунтăх. Сообщ. Н. Романов).
улмалути
(улмалубиы), назв. растения. Н. Карм. Улмалути — сарă çеçкеллĕ, тачăка çулçăлă. То же назв. в СТИК, Альш. и др. Кайсар. Улмалутине вар ыратнăран вĕретсе ĕçеççĕ. Альш. Пулать вăрманта хура çырла, пĕрлĕхен, улмалути — темĕскер.
ум
ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. IЬ. Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. IЬ. Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.
унлă-хыçлă
то же, что умлă-хыçлă. Б. Араб. Б. Атте ........ хуп-хура улача кĕпе тăхăнса, пăсташ пулчĕ те (взял я себя роль пăсташ'а), витерен упаленсе тухса, мелкерен тунă лаша çине юмăçпа унлă-хыçлă ларса, хапхаран тухса кайрĕç. (Пăсташ тасатни).
упа
опа, (Пшкрт. ора,) медведь. Юрк. Шурă упа, сăрă упа, хура упа. Орау. Çеминаринче пĕр упа питлĕ ача вĕренет, пиче çурри пĕтĕм çăн (половина лица вся в шерсти т. е. в волосах). N. Упаран хăранă пек хăранă вăл патакран (побоев). Якейк. Халь вăл упа пак пĕччен порнать ĕнт (живет однаоко). Шорк. Пичĕ упа кучĕ цек (как медвежья задница) хура; ма çуса ямаççĕ-ши амăшĕсем? Якей. Хаяр вăрăнса, çĕрĕпе упа пак ӳлер (= улăрĕ). Чураль-к. Упа юмаххинчи юрри. Ыраш уйĕн килтĕмĕр — шыра-шыра килтĕмĕр: урпа уйĕн килтĕмĕр — ура-ура килтĕмĕр; пăри уйĕн килтĕмĕр ......; сĕлĕ уйĕн килтĕмĕр — сĕрлĕ-сĕрле килтĕмĕр; тулă уйĕн килтĕмĕр — тăла-тăла килтĕмĕр. N. Пĕри упа юлать, тепри хуçи пулать. Хуçи упана ташлаттарса çӳрет (на святках). Сред. Юм. Он пôрăнни пôрăннне (?) ô? Õ та порнать пĕччен, упа та вăрманта пĕччен çӳрет. (Говорят про неженатого, одинокого человека, если ему давно пора жениться). Орау. Вăрмантан упана (un ours) чĕнсе кăларам ак! Актай. Упа пырать, тет. Кайăк упаран ыйтать, тет: ăста каян, упа килеми? Сред. Юм. Пысăкрах ачасем йĕрсен: мĕн уна пик улласа ларан? теççĕ. Хорачка. пєр обиба кашкы̆р-ҕап коры̆нды̆мы̆р (жили во вражде). Хора.-к., Покр. в. Опа котне çу йораман, тет. N. Кăмакара лăпсăр-лапсăр упа ташлать. (Мелке). Сред. Юм. Упа котпе çу сĕрнĕ, тет те: ытла çемçе, тесе каларĕ, тет; эс те çавăн пик: сана тепле лайăх туса парсан та, йорас çок. СТИК. Упа пек утат (неуклюже). Лап-лап! пусса çӳрет упа-пек. Шурăм-п.. № 26. Упа кутне çăв юрамаи. (Послов.). Чист. Упа килет. (Так пугают детей). Чураль.-к. Ати упи — мур упи: тăкăлт-тăкăлт сиккелет — сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Личн. имя мужч. Рекеев. Упа. Альш. Упа тетен кивĕ ырашне хам та виççĕ алларăм. N. Упа тетен кивĕ ырашне хам та виççĕ алларăм: Упа тетен Уринине хам та виççĕ чуптурăм. Чăвашсем. Упа, мужское имя. Упа тесе, ак мĕншĕн хураççĕ: упа пек сывлăхлă пултăр, чирĕ ан тивтĕр, тесе хураççĕ. || Упа — «обстоятельства». Изамб. Т. Эпĕ вăл хĕре пит те илĕттĕмччĕ те, упа ямас (не позволяет состояние).
упа вать
, упа вачĕ, медвежья желчь. Изамб. Т. Упа вач юçĕ пулать, ăна усламçăсем сутаççĕ, ул хура пулат, çилĕм пекĕрех. Унпа хырам ӳкереççĕ, тет.
упа кĕпçи
назв. растения, имеющего с вершок тодщины. Ст. Чек. Тимĕрç-к. Упа кĕпçи, раст.; скверно пахнет; ствол толстый; ребята делают из него насосы. Очень крупное зонтичное растение; стебель бывает около вершка в диметре. Пшкрт. Оβа кэ̆ппси пызы̆к, шорда. Мысл. Упа кĕпçи — вех (раст). Чертаг. Упа кĕпçи шăршлă, хăстарса вĕлерет, тет. Рак. Упа кĕпçи (водянкаран) шыв-чирĕнчен аван. Вĕретсе çавăн пăсĕнче лараççĕ. Çинерех тусан, иртет. Рак. Кайсар. № 105. Упа кĕпçи. Ачасем тăн-тан пулсан, вĕретсе шыва кӳртеççĕ. Çав ачана тăн-тан тăвакан чире: ухмах ернĕ, теççĕ. Сред. Юм., Упа-кĕпçи-анкартисенче вĕтĕ чĕрпĕлленсе тăракан çӳлĕçлĕ, вăрăм туналлă, шурă чечеклĕ пулакан курăк. Ягадки, II. Вар хĕрринче уйран çӳпçи ларать. (Упа кĕпçи). Альш. Вăрман варринче уйран çӳпçи ларать. (Упа кĕпçи). СТИК. Упа кĕпçи çаранта, вăйлă курăк хушшинче ӳсет. Унăн варри хăвăл; ачасем унтан нассус (сикалки) тăваççĕ.
упа сĕлеки
назв. слизи на растениях. Тюрл. Упа сĕлеки — какая-то слизь на растениях (шурă, кăпăк пек), между стеблем и листом.
упате
опăте, обезьяна. Чертаг. Упăте çынна кăтăкласа вĕлерет. (катти пар та катти пар, тесе, шăла каларса илесшĕн). Сунч. Упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук. Орау. Пичĕ-куçĕсем упăте манерлĕрех пулаççĕ вăсен (у татарок). IЬ. Ах упăте! (Брань еtс.). СПВВ. ИА. Упăтесем ăшă çĕрте пурăнаççĕ. К. С. Упăте шăлшăн каççа каять, çыннăн шăлĕсене кăларса илет те, ачисенĕн мăйне çакать; çынна кăтăкласа вĕлерет, лаши çине утланса чупма юратать. IЬ. Икĕ çын упăтене тĕл пулнă, тет те, унтан хăраса хăвăл юман каски ăшне пытаннă, пуçĕсене чиксе выртнă, тет. Пĕри пĕр вĕçĕнчен, тепĕри тепĕр вĕçĕнчен. Упăте пычĕ, тет те, иккĕшне те пăххăрĕ, тет. Унтан тĕлĕнсе каларĕ, тет: ай туру, ай туру! ку мĕлле çын пуччĕ? — пĕр енчен пăхап — кутакки, тепĕр енчен пăхап — кутакки! тесе каларĕ, тет. IЬ. Е, упăте! Темĕскер курăнасса пĕлмест (может решиться на все, и на бессовестное и на неприличное). IЬ. Çав туй халăхĕ упăте пек сиккĕрĕ. IЬ. Упăте пек — неряшливый. Календарь рукоп. Прокоп. Ачисен (их) пичĕсем упăтенĕ пек (грязны). СТИК. Упăте çап-çутă пуçлă, пушă пӳртсенче, ахаль, пурăнакан пӳртсене те ерсе аптăратса пурăнать. Пĕрре çапла пĕр çыннăн икĕ пӳрт пулнă, тет; пĕр пӳртне упăте ернĕ, тет. Пĕрре ку çын патне упа ташлатакан кĕрсе выртнă. Упине çак пӳрте вырттарчĕç, тет. Каçпа упăте пырать та, упана чис, кăтăкласа ăнтан ярать. Упа сиксе тарать та, кăна çĕклесе çапать. Çакăнтан вара упăте пымарĕ, тет. || Ст. Чек. Один чувашин, ходивший утром в воскресенье в лес, воровать лыки, видел в овраге совершенно голую женщину, сидевшую и расчесывавшую свои длинные (до колен) волосы гребяем. Это была упăте. IЬ. Женщин растрепанных, грязных, нерях называют упăте. Сурпанĕ хап-хура, пуçĕ туснă, упăте пек ларса пырать. Шел. 137. Акă икĕ çын, вăрмана кайсан, упăте курса... пытанса выртнă.
ураççи
ораççи (Шибач.), уток, поперечные нити при тканье. Шибач. и др. Н. Седяк. Ураççи — урлă тĕртекен çип. СТИК. Кумма кумрăмăр та, ураççине те çитерейрĕпĕр темĕн: ураççи пит нуммай каять. Бугульм. † Ураççисем ука, куммн пурçăн — виçмесĕрех кĕпе ан касăр. Альш. Ураççи-куммипе чăпар тутăр, çыхмасăр та юличчен çыхса юл. || Поперечина, которая кладется для таго, чтобы крыша не наваливалась на трубу. К.-Кушки. М. П. Петров. «Ураççи — забоина». СПВВ. И. А. «Ураççи. Шурă пӳрте мăрье тăваççĕ.» См. çорт-çийĕ. || В неизв. знач. СПВВ. ИА. Ураççине тăрăх хурса пыраççĕ. || Поперечник. Пшкрт. Ку оλиычä орос'иjэ̆ мэ̆нцо оржы̆н? Велика ли ширина этой улицы? || Б. Олг. Ораççи — переводина, в которую упираются пятками стропилины.
урли
(урλиы, т. е. урлă+афф. притяж. 3-го л.), поперечина. || Уток ткани? Н. Седяк. Улача пир кĕпен урли шурă.
Вуникĕ урлă кутлăх
шлея с двенадцатыо поперечными ремнями. Юрк. † Хусантан илнĕ хура лаша, пурçăн нăхти пуçĕнче, пукрешкелĕ хăмăт мăйĕнче, вуникĕ урлă кутлăх çийĕнче.
уртăш-йывăç
можжевельник. Трхбл. Хура вăрман витĕр тухрăм (siс!) чунĕ уртăш йывăç çине уртăнтăм. N. Вĕçсе пыран ăмăрт-кайăк та уртăш-йывăç çине ларса канать.
урттăш
можжевельник. Ст. Чек., Н. Седяк. Бурунд. Хура вăрман витĕр тухнă чух, урттăш туйăм юлчĕ авăнса.
усал-хаяр
злые люди. Юрк. † Улача кĕпенĕн ултă куç (узор), мĕшĕн йĕретĕн хура куç? Пĕр ĕмĕтĕм пĕр куйланмăтăм, йĕретĕп усал-хаярăн сăмахĕпе. Пазух. † Атте-анне пур чухне усал-хаяр çĕнеймест. || Назв. духа.
усăм
неизв. (искаженное?) слово. Ст. Шаймурз. Шурă-кăна каяк чĕпписем уçăм (scr. узăм) папки тытса вылляççĕ.
уçăл
открыться, раскрыться, раствориться (о двери и пр.). К.-Кушки. Хапха уçăлса кайнипе пĕтĕм выльăх карташĕнчен тухса кайнă. Регули 429. Алăк оçăлнă. Алăк оçах тăрать. N. Кĕнеки çирĕммĕшĕнче уçăлса тăрать. Книга открыта на 20 странице. Орау. Ăна аяларах антарса тунă пулсан, янках уçăлакан пулаччĕ. Если бы ее (форточку) сделали ниже, то она отворялась бы настежь. Альш. † Ут кĕрейми хура вăрман, эпир кĕрсен, уçăлать. Малалла шанчăк пур, çул уçăлчĕ. Теперь есть надежда на будущее — дорога открыта, || Стать откровенным, словоохотливым. Беседа чув. 15. Вăл кăшт кулкала та пуçларĕ, çимĕç пахчисем, вăрмансем епле ӳстермелли çинчен кала-кала пама тытанчĕ; унтан тата ытла та уçăлса кайрĕ. || Просвещаться, развиваться. Хыпар № 30, 1906. Унтан чăвашла кĕнеке туха пуçларĕ. Вара чăвашсем те уçăлнăçемĕн уçăлса пычĕç; халĕ ĕнтĕ, паçăр каланă пек, вырăсран та уйрăм мар. Ст. Айб. Ялан çӳресен, чĕлхе уçăлать, теççĕ. (Послов.). Альш. Хулана кайса, уçăлса килчĕ. IЬ. Вĕренме кайсан, нумай уçăлчĕ. То же в Сред. Юм. || Просвежиться, прогуляться, освежиться. Чаду-к. Пĕрре çав патша майри, тата виçĕ ывăлĕ сата уçăлса çӳреме тухнă. Ядр. Паян айтăр уçăлса çӳреме, ачасем! О заступ. Ачам, тăр та çак çынсемпе йывăç пахчине уçăлса çӳреме тух. Яныши. Пĕр йытă, оя уçăлма тухсан, пĕр кашкăра тĕл пулчĕ, тет. Ст. Чек. Кăшт, кайса, уçăлас-ха (то же, что тула каяс, desidere). Курм. Эсĕ шăва кĕр, кайса, луччĕ уçăлăн. Шибач. Ста каятăн, ачам? тет. — Мĕн, тет, мочи, ста каясси, тет, — тохрăм, тет, оçăлмалла, тет. Якейк. Кĕт, кайса, уçăлса килем. IЬ. Уçăлма тохрăм. IЬ. Кĕт тохса уçăлтăм (= просвежился). IЬ. Вăсам вăрмана уçăлса çӳреме карĕç. || Поправнться, оклематься. Скотолеч. 5. Хăш чухне лаша выртса кансанах уçăлать. IЬ. Iă. Сивĕ чиртен уçăлсан, лаша нумайччен ӳсĕрет. || Поправляться (в материльном смысле). Тюрл. Ачисем полăшаççĕ, уçла (= уçăла) пуçларĕ çын (поправляться). || Почувствовать отраду, обрадоваться. N. Иван сăмахĕсене илтсессĕн, Лисахвийĕн чунĕ пит уçăлса кайнă. Бюрганы. † Хуйхăрса та тилмĕрсе эпĕ лараттăм, манăн чунăм уçăлчĕ çак юрăпа. || Приводить к определенным результатам. НТЧ. Вара ывăлĕ-мĕн чирлĕ пулсан, амăшĕ-и, ашшĕ-и, пĕр вун-çичĕ пус укçă илет те: юмăç лайăх уçăлтăр, тесе, турра сăх-сăхса, юмăçа тухса каять. Анчах ун пек кун пек япала çинчен çынна каласа нама юрамас, тет: лешне, вĕрелнине, хĕн килет тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. Хорачка. Халап оçăлмасăр епле каяс? Как ехать, раз переговоры еще не кончены? Ч. С. Аннемсем: чухăсем ларсан, юмăç уçăлмасть, теççĕ (гадание не дает результатов). || Понемногу расходиться (разминаться), взять ход. N. Хуллен кайсан, лаша уçăлнăçем уçăлса пырат; çула тухсанах, трук хăвалас пулмасть лашана — пӳлĕнет. Орау. Пĕр уçăлсан, каякан вăл ĕç. Лиха беда — начало (только бы начать, а там дело пойдет). КС. Ĕç уçăлмасть. Дело не идет вперед. || Открываться, становиться ясным, выясняться. СЧЧ. Ку хĕр юмăç çемесенчен пилĕк пуслăх укçа ыйтса илчĕ те, укçа çине пăхса, каларĕ: веç усăлать (уçăлать?), авă унта шыв курăнать, вăл шыв сирĕн акăра шыв тытнине пĕлтерет. Ку ача сирĕн, Сĕнче хĕрринче çӳренĕ чухне, шывран пит хăранă; сирĕн çав шыва мимĕр парас пулать, атту ачăр чĕрĕлеймĕ, терĕ. Б. Олг. Халь, ирлесе, хак оçăлман та, пĕлмелле мар-ха. Теперь, поутру, цена еще не выяснилась, и (ничего) нельзя узнать. || Снова стать чистою (о воде). Çанта, арман ненче, кôрăс хотнă та, кôнта çитиччеи уçăлать поль. || Выздороветь. Могонин. Вăл таçти аптека та çитнĕ, ăста çынсем патне те çитнĕ — ништа та уçăлиман (узы̆λиыман). || Получить способность функционировать. N. Чăвашсем, хăлхасăррисем, чан айне кĕрсе лараççĕ, унпа хăлха уçăлать, теççĕ. БАБ. Пĕр икĕ эрнерен тепĕр юмăç карчăка тӳрлеттертĕмĕр, тет [пригласили лечить, говорят мои родители] те, хай çичĕ çулччен çыхланса тăнă чĕлхем уçăлчĕ, тет. || Вскрыться. Мăн шывсем усăлсан, но вскрытии рек. || Освободиться от чего-либо. Ядр. Кайран, ыйхăран уçăлсан, тумланса, урана çине улăхса ларса, тырă вырма кайрăмăр. || Стать вольготным. N. Ваттисен ĕç пĕтрĕ (они уже пропели свое), çамрăккисен уçăлчĕ: вĕсем те, ваттисене кура, урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç.
ут
лошадь (у низовых обыкн. только в поазии). Букв. Курнă ута ан хапсăн. Не зарься на ту лошадь, которую ты увидишь. (Посл.). Пшкрт. Ут, лошадь. Альш. Ут мар. Регули 1125. Ут омĕ сарлака. Альш. Çеçен хирĕн варринче çич-çунатлă ут пур, тет. Йĕвен илсе кайса, тыт. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Кушкă ялĕ аслă ял, пĕчĕкçĕ пĕвĕм шăнăçмарĕ, Таяпа ялĕ кĕçĕн ял, ут пек пĕвĕм шăнăçрĕ. Б. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен, теççĕ ваттисем. Ст. Айб. Кĕçĕн-кăна çырма кĕмĕл кĕпер, тилхепине ан та турт, ут сиктер. Б. Хирлепы. Çакă туя киличчен, утсам натне каяс-мĕн, пĕр хĕр чĕччи тытас-мĕн. Регули. 303. Утсам оя ярса килтĕм. IЬ. Утсам яма каятăп; ярсан, килеп. Якейк. Йори калаçрăм хора хĕрне утсам панче (на ночевом) çăвăрма. Сĕт-к. Утсам панчи ачасам. IЬ. Утсам панче эп çĕрĕ-çĕрĕпех çурмасттăмччĕ (не спал). IЬ. Утсампа кай — ездить на кормежку лошадей. IЬ. Пĕчĕкрех чохне эп утсампа кайма пит юрататтăмччĕ. N. † Хура вăрман хыçне капкăн хутăм, хура утшăн марччĕ, тилĕшĕн. Никат. Утне çĕниман туртине. (Пословица). Обыкновенно формулируется: утне çитмен — туртине. N. Ыр ут полас тьыхаран паллă, ыр çын полас ачаран паллă. СПВВ. ЛИ. Ут — лаша. Регули 1322. Утра та пор, этемре те пор лайăх. IЬ. Авал ут аш (конину) çиса. Б. Олг. Кĕртĕмĕр, ута тăратрăмар; ут туартăмăр, кĕртĕмĕр Хӳетĕр патне. Б. 13. Ут тăвать те, вăкăр çийет. (Послов.). СТИК. Утсем валли çăлма каяп-ха (траву для лошадей).
ут-кăшкар
(-кы̆шкар), назв. раст. Склоняется как проч. им. сущ. без афф. прит. З-го л.: ут-кăшкарăн, ут-кăшкара еtс К.-Кушки, Юрк., Самар. и др. К.-Кушки. «Ут-кăшкар съедобный щавель». Кĕвĕсем. Ут-кăшкарăн вăрлăхĕ, хура-туллăн ырлăхĕ. У коневьего щавеля — его семена, а у гречи — се добротность, отличные качества. Чув. прим. о пог. 459. Ут кăшкар — щавель. Рак. Ут-кăшкар — щавель, rumex L. Кайсар. № 36. Ут кăшкар (конский щавель). Çаранра ӳсет. Тăрри пулсан, тăррине хывăх вырăнне чăхсене пăтратса параççĕ (месят курам вм. мякины). Мыслец. «Ут-кăшкар — конёвник». Янтик. Б. «Ут-кăшкар — столбунец».
ут пуçĕтĕр
см. вут пуççитĕр (унăн чĕрисем). Образцы 46. Кĕвĕсем. Сĕтелĕрсен умĕнче си паракан, ут пуçĕтĕр унăн чĕрисем шур акăштăр унăн чунĕсем. Ч. П. † Ашшĕ-амăшин çуртне тытакан, ут пуçĕ тăр унăн чĕрисем. Бурунд. Кĕреке тулĕнче си паракан, ут пуçе тăр унăн чĕрисем, шурă кайăктăр унăн чунĕсем. Альш. Сакăр утпа ака кăларакан, ут пуçĕ-тĕр унăн чĕрисем.
уттар
оттар, заставлять итти шагом; понукать (лошадь); двигаться вперед; отправиться; ехать или итти шагом. СТИК. Атьăр уттарар-и, чуптарар-и («форма вопроса, но не означает вопроса, а только особая форма»). Изамб. Т. Вĕсем лашисене ялан уттараççĕ. Они все понукают лошадей. Хыпар № 19, 1907. Халăх укçине капла тыткалани хура, халăха ăçталла уттарни халăх пурăнăçĕнчен паллă. Ч. П. Епле уттарам-ши уттине? Актай. Çак йытă кĕтӳçе пĕртте уттармаç (не утруждает ходьбою), тет, хăех йытти выльăхсене пухса çӳрет, тет. Юрк. Чикан ураписем кĕпер урлă каççа кайсан, эпир те: кĕпер урлă каçар, тесе, хамăр лашана уттара пуçларăмăр. Жит. св. Январь. Унăн патĕнче чилай пурăнса, хăйне çул çине малалла каймалăх укçа тусан, унтан тухса, малалла уттарнă. Моштауш. Вĕсем мана корчĕç те, вăрманалла оттара поçларĕç; эпĕ те хыçран оттара поçларăм. Янорс. Эпир вара малалла уттарса карăмăр. Б. Яныши. Çомăр хамăр патарах çитсен, шолтрисам утсене тытрĕç те, килелле оттартăмăр. Изванк. Лашасене уттараччен (перед тем, как тронуться с места), ватăрах çынсем... N. Кĕреçи хуçăкне (изломанную лопату) илсе, килнелле уттара пачĕ, тет (отправился).
утама
тоже, что вут ама? N. Юмăçсем ачапа ак çапла каласа тĕтĕреççĕ. Ырă утама вĕр-кăлар. Эпĕ вĕрместĕп, эпĕ сурмастăп; Атăл йĕрĕнчен килнĕ, тет. Сăр йĕрĕнчен килнĕ, тет. Кутĕнче пĕр тĕк, тет, çăварĕнче пĕр шал, тет; çав вĕрет, çав сурать. Квак куç, тух! хăмăр куç, тух! хура куç, тух! еtс. (Слова этого заклинания, повидимому, сильно искажены).
утелней
удельный. Пазухин. Аслăях та вăрман, хура вăрман, утелней улпутсен, ай, аллинче.
Утелни
(удэл'н'и), удел, удельный. Чав. й. п. Ĕлĕк Утелни вăхăтĕнче. Чăвашсем 14. Вăл вăрмана вара Утелни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет. Ст. Чек. Утелнийĕн кантурне хĕрлĕ сăрна сăрланă; хĕрлĕ сăрсем мар-ĕçне, хура халăх юнĕсем. || Назв. поля около с. Тайбы, Тимбаевской в. Буин. у.
отă
утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»
утма
две ленты при хĕрес кантăри, не одного цвета, висящие вдоль спины (иначе — хăю). Абаш. Юрк. † Сарă пурçăн утмине пĕре çыхма пĕр тенкĕ. IЬ. † Сарă вăрăм утмине лаша çине ятăмăр... IЬ. † Хура кĕске утмине ут хӳриие çыхрăмăр. Пазухин. Сара вăрăм утмине лаша çине ятăмăр.
уть-уть
восклицание в песне. Атмал-к. Уть, уть, Утиван, Утиван та Хитиван! Сарă хĕрсем кĕрт пăтти, хура хĕрсем вут-пуççи.
учиял тĕрри
особый рисунок ткани (для одеяла). К.-Кушки. Учиял тĕрри: кумми хĕрлĕ, ураççи — 10 мăшăр хĕрлĕ, 1 мăшăр шурă, 4 мăшăр кăвак, 3 мăшăр шурă, 4 мăшăр кăвак, 1 мăшăр шурă.
учук
жертвоприношение, сопровождаемое общественным молением. Макка 235. Тата çăва тухсассăн, ака пĕтсен, учук тăваççĕ. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать, учука вĕсем ак çапла тăваççĕ: ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тьыха или лаша илмеççĕ. Унтан тата пăрусам, сурăхсам илеççĕ, унтан кашнн çуртран е хур е кăвакал илсе пыраççĕ, унтан вара яшкапа пăтă пĕçерсе, ялĕпе пĕрле пайласа, çияççĕ. N. Çимĕк вăхăтĕнче пĕтĕм халăхпа чӳк тăвакан кĕлĕ, ăна учук теççĕ. Тюрл. Учук — полевое моление после сева (перед Петровками). Сиктерма. Тăваттăмăш хурана: учук панчи выляеа пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, çаплах асăнаççĕ. IЬ. Виççĕмĕш хурана: учук патĕнчи иртсе пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, асăнаççĕ. IЬ. Учук панчи аслă ырă амăшĕ, хура халăхна, акнă çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпа, асăнать, витĕнет; чӳ... к... çырлах. ЧС. Учук тăвман çулах пулчĕ те ку пире, çавăншăн пулчĕ пулĕ çав (пожар). || То же слово встречается в значении назв. урочищ., напр. Учук — мольбище (чӳк вырăнĕ) около д. Егоркиной, Егорк. вол. Чист. у. Также — назв. уроч. около д. Белая Гора, Бегуч. в. Петровского у. (варта — в овраге). || Прозвище человека. Яктик. Учук — фамилия мужчины. См. Магн. 25, Стюх. чув. 20.
ух
ох (ух, ох), подниматься, осм. аҕ. См. Улăх. Тюрл. Ох — подниматься. СПВВ. К.М. Ухас = хăпарас. Ильмень-к. Шывран тухсан, эпир кайăк çонаттине шăлса типĕтрĕмĕр те, вармана охса ятăмăр. Сред. Юм. Хĕвел йывăç çӳллĕш охнă. Так выражаются, если в двухстах шагах находится дерево и солнце поднимаетса на высоту этого дерева. N. Пĕлĕт çине, р çӳле ухрăм шухăпша (поднялся в мечтах). Цив. † Ухрăм çӳлĕ ту çине, хура çĕлен тĕл пултăм. Собр. † Хăта тытми шуç тытма, пĕр тытмасăр ухрăмăр. Шурăм-п. № 26. Путмар çине ухса выртса. Сред. Юм. Охăрах хăвăр, мансăр пуçнех. Влезайте сами, без меня. Абыз. Çак стаккан тулса ухсан (наполнится до верха), эс вара тихана кăларса яр.
ухатти
неизв. сл. Юрк. † Улача кĕпе ухатти шурă кĕпене çитес çук, Çĕнĕ-Ялăн хĕр ухатти Кивĕ-Ял хĕрне çитес çук.
уххăм
неизв. мне слово. Макс. Чăв. К. I, 56. Çерем ути, çĕр çырли — тухрăм çиес те килнĕрен: уххăм чипер, хура куç тухрăм курас та килнĕрен. Юрк. † Уххăмах та тенĕ чух, уххăм шăрçи ӳксе çухалминчĕ. Эпир ырă курас тенĕ чух, саманисем йывăр килминчĕ.
ушă
см. уш. Тюрл. Ушă — кăпчанкă пекскер. IЬ. Ушăран чăпăркка аври тăнаççĕ. В Альш. Это дерево назыв. шурă катăркаç.
алюминий
сущ.муж.
алюмини (çăмăл шурă металл); изделия из алюминия алюмини япаласем
африканец
сущ.муж., африканка жен.
африкан, африканец, Африка çынни; чернокожие африканцы хура ӳтлĕ африкансем
белила
сущ.множ.
шурă сăрă, белила; окрасить дверь белилами алăка шурă сăрăпа сăрла
белый
прил.
1. (ант. чёрный) шурă; белый, как снег юр пек шурă; белый голубь шурă кăвакарчăн; окрасить в белый цвет шурăпа сăрла
2. (син. белогвардейский; ант. красный) шурă (Раççейре 1917 çулта пĕтернĕ влаçшăн кĕрешекенсем çинчен) ♦ белый хлеб шурă çăкăр (тулă çăнăхĕнчен пĕçерни); белый гриб шурă кăмпа; белые пятна на карте тĕпчемен çĕрсем; на белом свете çут тĕнчере; белые стихи рифмăсăр сăвă; средь бела дня тăр кăнтăрла; шито белыми нитками тупсăмĕ кĕретех курăнать (ултавăн); принимает чёрное за белое хурапа шурра уйăраймасть
брюнет
сущ.муж. (ант. блондин), брюнетка жен.
хура çын, хура çӳçлĕ çын
бурьян
сущ.муж.
хыт хура, çум курăк (вăрăмми); заброшенный сад порос бурьяном пăрахнă сада çум курăк пуснă
буханка
сущ.жен.
буханка (кирпĕч евĕр çăкăр); буханка чёрного хлеба хура çăкăр
веснушки
сущ.множ.; един. веснушка жен.
хура тут, сарă тут, кук тĕрри; лицо в веснушках кук тĕрриллĕ пит
веснушчатый
прил.
хура тутлă, сарă тутлă, кук тĕрриллĕ; веснушчатая девочка хура тутлă хĕр ача
водка
сущ.жен.
эрех, шурă эрех
вороной
прил.
хура, йăм хура, вороной конь йăм хура ут
гадюка
сущ.жен.
хура çĕлен (наркăмăшли); его ужалила гадюка ăна хура çĕлен сăхнă
голубь
сущ.муж., множ. голуби
кăвакарчăн; голуби воркуют кăвакарчăнсем кăвăлтатаççĕ; белый голубь — символ мира шурă кăвакарчăн — тăнăçлăх символĕ
графит
сущ.муж.
графит (хура тĕслĕ минерал)
гречиха
сущ.жен.
хура тулă; возделывать гречиху хура тулă акса ту
гречневый
прил.
хура тулă -ĕ; гречневая каша хура тул пăтти
груздь
сущ.муж., множ. грузди
кăрăç; чёрный груздь хура кăрăç; солить грузди кăрăç тăварла
грязный
прил., грязно нареч.
1. (син. запачканный; ант. чистый) таса мар, хура, пылчăклă, çӳплĕ; грязное бельё хура кĕпе-йĕм; грязный пол таса мар урай
2. (син. аморальный, бесчестный) чыссăр, ирсĕр, киревсĕр; грязные помыслы киревсĕр шухăш-ĕмĕт
грязь
сущ.жен., множ. грязи
1. пылчăк, лапра; на улице грязь урамра пылчăк
2. (син. нечистота) тасамарлăх, çӳп-çап; хура; на руках грязь алă хуп-хура
гуляш
сущ.муж.
гуляш (соуспа пĕçернĕ вакланă аш); на второе — гуляш с гречневой кашей иккĕмĕш апата — хура тул пăттипе гуляш
донестись
глаг. сов.
1. 1 и 2 л. не употр. (син. достигнуть) çит, килсе çит; илтĕнсе кай; издалека донеслись звуки гармони инçетрен купăс сасси илтĕнсе кайрĕ; до нас донёсся слух пирĕн пата сас-хура çитрĕ
2. (син. домчаться) чупса çит, вĕçтерсе çит; я вмиг донесусь туда на велосипеде эпĕ унта велосипедпа часах вĕçтерсе çитетĕп
дурной
прил., дурно нареч.
1. (син. плохой; ант. хороший) япăх, начар, усал, майсăр; дурной почерк япăх çырни (сас паллисене); дурные вести усал сас-хура; девушка дурна собой хĕр сăн-пичĕ хитре мар
2. (син. безнравственный) киревсĕр, путсĕр, чыссăр; он дурно ведёт себя вăл киревсĕр хăтланать
дух
сущ.муж.
1. чун-чĕм, ăс-тăн, чун хавалĕ; не падать духом чун хавалне ан çухат
2. ыр-усал, йĕрĕх таврашĕ (тĕн ăнланăвĕнче, мифологире); злые духи усал-тĕсел ♦ перевести дух сывлăш çавăрса яр; он не в духе унăн кăмăлĕ çиллес; ни слуху ни духу ним сас-хура çук; мчаться во весь дух сиккипе вĕçтер
ежевика
сущ.жен.
хура хăмла çырли, кушак тяппи
жгучий
прил.
1. (син. обжигающий) çунтаракан, пĕçертекен; жгучие лучи солнца хĕвелĕн çунтаракан пайăркисем; жгучий перец хаяр пăрăç; жгучая боль хытă ыратни
2. (син. острый) чĕрене касакан, чуна ыраттаракан; жгучий интерес çав тери кăсăкланни ♦ жгучий брюнет хуп-хура çӳçлĕ çын; жгучие слёзы вĕри куççуль
жирный
прил., жирно нареч.
1. (ант. постный) çуллă; жирный суп çуллă яшка; жирное мясо çуллă аш
2. (син. упитанный, толстый; ант. тощий) самăр, мăнтăр; жирная свинья сăмăр сысна ♦ жирная грязь çăра пылчăк; жирный чернозём пулăхлă хура тăпра; жирный шрифт хулăн шрифт; жирно будет ытлашши пулать
заяц
сущ.муж.
мулкач, куян; заяц-беляк шурă мулкач; охота на зайцев мулкач сунарĕ ♦ гнаться за двумя зайцами икĕ мулкач хăвала (пĕр вăхăтрах икĕ ĕç тума хăтланни çинчен)
золотой
прил.
ылтăн ...; ылтăн -ĕ; золотое кольцо ылтăн çĕрĕ; золотой запас страны çĕршывăн ылтăн запасĕ ♦ золотой работник питĕ ăста ĕçчен; золотая осень ылтăн кĕркунне (хура кĕркунне умĕнхи хĕвеллĕ тапхăр); золотая свадьба ылтăн туй (мăшăрланнăранпа аллă çул çитнине уявлани); золотые руки ылтăн алă (ăста çын çинчен)
как
1. нареч. и союзн. сл. мĕнле, епле; Как вы живёте? Мĕнле пурăнатăр?; Мы видели, как он шёл по улице Эпир вăл урампа пынине куртăмăр
2. частица, выражает удивление; Как, ты всё ещё здесь? Эсĕ халĕ те кунта-и вара?
3. союз пек, евĕр; вырăнне; белый как снег юр пек шурă; торф используют как удобрение торфпа удобрени вырăнне усă кураççĕ ♦ как будто союз и частица пек, туйанать; как бы то ни было епле пулсан та; как раз шăп та лап; как один человек пĕр çын пек, пурте харăс; как только -санах (-сенех); Как только освобожусь, приду к тебе Ерçсенех сан патна пыратăп; как в воду глядел пĕлсе тăнă пекех; как сказать темле каламалла ĕнтĕ
каша
сущ.жен.
пăтă; гречневая каша хура тул пăтти; пшённая каша вир пăтти; варить кашу пăтă пĕçер ♦ мало каши ел айван-ха; заварить кашу ĕçе чăкрашлат; расхлёбывать кашу ĕçе уçăмлат, йывăрлăха сир; с ним каши не сварить унпа пĕр чĕлхе тупма çук; сапоги просят каши атă тĕпĕ хăйпăнса кайнă; Маслом каши не испортишь посл. Çу янăшăн пăтă пăсăлмасть
куропатка
сущ.жен.
хир чăххи; белая куропатка шурă хир чăххи
лебедь
сущ.муж.
акăш; белый лебедь шурă акăш
линь
сущ.муж.
хура карас (кӳлĕ пулли)
лиса
сущ.жен., множ. лисы и лисица жен.
1. тилĕ; рыжая лиса хĕрлĕ тилĕ; чёрнобурая лиса хура хăмăр тилĕ; хитрый, как лиса тилĕ пек чее; охотиться на лис тилĕ сунарне çӳре
2. (син. хитрец, льстец) йăпăлти, чее çын
медведь
сущ.муж.
упа; белый медведь шурă упа; бурый медведь хăмăр упа; берлога медведя упа шăтăкĕ, упа йĕнни
металл
сущ.муж.
металл; чёрные металлы хура металсем (тимĕр, хурçă, чугун); драгоценные металлы хаклă йышши металсем (ылтăн, кĕмĕл, платина)
нарцисс
сущ.муж.
нарцисс (сарă, шурă çеçкеллĕ пахча чечекĕ)
негр
сущ.муж., негритянка жен.
негр (хура ӳтле çын); африканские негры Африка негрĕсем
ножка
сущ.жен.
1. ура, тяппа (ачан)
2. ура (сĕтел-пуканăн); туна (кăмпан); белый гриб с толстой ножкой тачка туналлă шурă кăмпа
он
муж.местоим., она жен., оно сред.
вăл, вĕсем; я с ним дружу эпир унпа туслă; он скоро придёт вал часах килет; о них ничего не слышно вĕсем çинчен ним сас-хура та çук ♦ Вот оно что! Акă епле иккен!; Так оно и вышло! Шăпах çапла пулса тухрĕ те!
платина
сущ.жен.
платина (шурă тĕслĕ паха металл)
побережье
сущ.сред.
тинĕс хĕрри; побережье Чёрного моря Хура тинĕс хĕрри
повод
1. сущ.муж., множ. поводы (син. причина)
сăлтав, йӳтĕм; повод для ссоры харкашу сăлтавĕ; дать повод для слухов сас-хура сарма йӳтĕм пар ♦ по поводу кого-чего , предлог с род. п. (син. относительно, насчёт) пирки, тĕлĕшпе; идут разговоры по поводу повышения зарплаты ĕç укçи ӳстересси пирки сас-хура çӳрет
поздний
прил. (ант. ранний)
1. каçхи, çĕрлехи; кая юлнă; поздней ночью сĕм çĕрле; поздняя осень кĕр вĕçĕ, хура кĕркунне
2. кайранхи; поздние цветы кайран çурăлакан чечексем; поздние сорта яблок кайран пиçекен пан улми сорчĕсем
ползти
глаг. несов.
1. шу, упален, шуса пыр, упаленсе пыр; червяк ползёт ăман шуса пырать
2. шу, ерипен куç, хуллен ирт; поезд еле ползёт поезд аран шуса пырать; время ползёт медленно вăхăт ерипен шăвать ♦ слухи ползут сас-хура сарăлать
пустить
глаг. сов.
1. кăлар, яр, кăларса яр; пустить переночевать çĕр выртма яр
2. яр, тапрат, тапратса яр; пустить часы сехете тапратса яр ♦ пустить в продажу сутта кăлар; пустить слух сас-хура калар; пустить корни тымар яр; пустить деньги на ветер укçана харама яр
рябина
сущ.жен.
пилеш; черноплодная рябина хура пилеш; ягоды рябины пилеш çырли
сажа
сущ.жен.
хăрăм; черный, как сажа хăрăм пек хура
свинец
сущ.муж.
хура тăхлан
седой
прил.
кăвак, шурă; кăвакарнă, шуралнă; седые волосы кăвак çӳç
сирень
сущ.жен.
сирень (ырă шăршăллă чечек, унăн тĕми); белая сирень шурă сирень
скуфья
сущ.жен., множ. скуфьи
скуфья (православи пупĕсен шĕвĕр тăрăллă хура калпакĕ)
слух
сущ.муж.
1. илтӳ; илтни; острый слух çивĕч хăлха; ухо — орган слуха хăлха — илтӳ органĕ
2. (син. известие) хыпар, сас-хура, хыпар-хăнар; не всякому слуху можно верить пур сас-хурана та ĕненме çук ♦ на слух хăлхапа итлесе; музыкальный слух кĕвĕ туйăмĕ; обратиться в слух хăлхана тăратса итле; ни слуху ни духу нимле хыпар та çук (кам та пулин çинчен)
смородина
сущ.жен.
хурлăхан; чёрная смородина хура хурлăхан; куст смородины хурлăхан тĕмĕ
сплетня
сущ.жен., множ. сплетни
элек, сас-хура; распускать сплетни элек сар
туча
сущ.жен.
хура пĕлĕт, çумăр пĕлĕчĕ; тучи затянули небо тӳпене хура пĕлĕтсем хупăрларĕç
фарфор
сущ.муж.
фарфор (паха шурă тăмран тунă савăт-сапа т.ыт. япаласем); китайский фарфор Китай фарфорĕ
фосфор
сущ.муж.
фосфор (хими элеменчĕ); белый фосфор шурă фосфор (хытă çунать, тĕттĕмре çуталса тăрать)
хлеб
сущ.муж., множ. хлебы и хлеба
1. çăкăр; белый хлеб шурă çăкăр; формовой хлеб формăллă çăкăр; горбушка хлеба çăкăр сăмси; испечь хлеб çăкăр пĕçерсе кăлар
2. тырă, тыр-пул, тырă-пулă; яровые хлеба çуртри, çурхи тырăсем; озимые хлеба кĕр тырри уборка хлебов затянулась тырă вырасси вăраха кайрĕ ♦ второй хлеб иккĕмĕш çăкăр (çĕр улми); Хлеб да соль! Апачĕ тутлă пултăр!; зарабатывать себе на хлеб тăранмалăх ĕçлесе ил; хлеба не просит çăкăр ыйтмасть, пулни кансĕрлемест
черника
сущ.жен.
хура çырла; кусты черники хура çырла тĕмĕсем
чернила
сущ.множ.
чернил; чёрные чернила хура чернил; рубашка испачкана чернилами кĕпе чернилпа вараланнă
чернозём
сущ.муж.
хура тăпра (тăпран чи пулăхлă тĕсĕ)
чернозёмный
прил.
хура тăпра -ĕ; хура тăпраллă; чернозёмная полоса хура тăпраллă тăрăх
черноплодный
прил.: черноплодная рябина хура пилеш
чернорабочий
сущ.муж., чернорабочая жен.
хура ĕçри рабочи
чернослив
сущ.муж.
хура слива (типĕтни); компот из чернослива хура слива компочĕ
чёрный
прил.
1. (ант. белый) хура; чёрный хлеб хура çăкăр; чёрное от загара тело хĕвелпе пиçнĕ кĕре ӳт
3. (син. мрачный, горестный, безотрадный) хуйхăллă, йывăр; чёрные дни йывăр кунсем; чёрные мысли хуйхăллă шухăшсем ♦ чёрная баня хура мунча (мăрьесĕрри); сделать чёрное дело тискер ĕç ту; чёрный ход хыçалти алăк (çуртăн); чёрная работа хура ĕç, вăй-хал ĕçĕ; чёрная неблагодарность пархатарсăр пулни, ырра хакламанни; держать на чёрный день сых ятне тыт (сăм., укçа)
чумазый
прил. (син. грязный)
вараланчăк, хура питлĕ, хура; чумазый ребёнок хура питлĕ ача
экран
сущ.муж.
1. экран (кино кăтартмалли шурă лаптăк); широкий экран анлă экран
2. экран (тĕрлĕ хатĕрсен курăну пайĕ); экран телевизора телевизор экранĕ
абсурд
абсурд (тĕлсĕр, килĕшӳсĕр шухăш, тĕслĕхрен: юр хура; икĕ хут иккĕ — пиллĕк); может довести до абсурда тĕлли-паллиие çухатма пултарать.
алебастр
алебастр (штукатурка тунă çĕре яракан вĕтĕ пĕрчĕллĕ шурă гипс).
алюминий
м н. н е т алюмини (кĕмĕл тĕслĕрех шурă, çамăл металл).
амарант
хура мăян.
антоним
антоним (хирĕçле пĕлтерешлĕ сăмахсем: ырă —усал, шурă— хура).
антрацит
м н. н е т антрацит (чи лайăх йышши хура çĕркăмрăк).
арап
арап у с т. (1, хура ӳтлĕ çын, негр; 2. ултавçă).
асбест
асбест (вутра çунман шурă минерал).
аспид
II аспид (хытса сийленсе ларнă хура тăм (сланец), унтан грифельпе çыракан доскасем тата пӳрт çине витекен черепицăсем тăваççĕ).
гадюка
хура ҫӗлен.
говор
1. калаҫу, калаҫни, сас-хура; 2. вырӑнти калаҫу; Сундырский говор Сӗнтӗр калаҫӑвӗ.
графит
графит (кӑранташ тумалли хура минерал).
грач
-а курак, хура курак.
гречишный
гречишный мед хура-тул пылӗ.
дремучий
дремучий лес сӗм вӑрман, хура вӑрман, чӑтлӑх вӑрман.
дрозд
пилеш кайӑкӗ; чёрный дрозд хура кайӑк.
жужелица
хура нӑрӑ.
известие
хыпар, пĕлтерÿ, сас-хура.
карий
хӑмӑр; хура турӑ (лаша), хура кӗрен; карие глаза хӑмӑр куҫ.
катаракта
хура кара, кӑвак кара, куҫ шӑрҫи тӗксĕмленни.
кречет
кречет (караппӑл йышши хура-сарӑ тӗслӗ кайӑк).
курной
курная изба хура пÿрт.
линь
-я хура пулӑ, хура карас.
маслина
маслина (кӑнтӑр енче ÿсекен чие евĕрлӗ хура ҫимӗҫ, унтан ҫимелли йывӑҫ ҫу — оливка ҫӑвӗ — тăваҫҫӗ).
масть
ж. 1. тӗс; лошадь вороной масти хура лаша; гнедой масти турӑ лаша; темносивой масти тимӗр-кӑвак лаша; саврасой масти хӑла лаша; буланой масти пӑвӑр лаша; 2. пӗр тӗслӗ вылямалли карт; трефовая масть хӗрес; пиковая масть курак.
мертво
шӑп, пӗр сас-хура ҫук, пӗр сас-чӗвӗ илтӗнмест, пурте вилсе пӗтнӗ пек.
металл
металл; цветные металлы тĕслӗ металсем (пӑхӑр, тӑхлан); черные металлы хура металсем (тимӗр, хурҫӑ); благородные или драгоценные металлы паха металсем (ылтӑн, кĕмӗл, шур ылтӑн).
молва
сӑмах-юмах, сӑмах тухни, сас-хура; хыпар-хӑнар; стоустая молва тĕнче ҫӑварĕ.
мулат
мулат (шурӑ йӑх (раса) ҫыннипе хура йӑх ҫыннинчен ҫуралнӑ ҫын).
нестись
-сусь несов. 1. вирлӗн чупса пыр, вӗҫтерсе пыр; 2. ҫÿре, сарӑл; несутся слухи сас-хура, сӑмах ҫÿрет; 3. ту; курицы перестали нестись чӑхсем ҫӑмарта тума пӑрахрӗҫ.
вороной
хура (лаша).
отвар
вĕретсе илни; черничный отвар хура ҫырла вĕретсе илнĕ шыв.
оттенок
-нка тӗсри кӑшт палӑракан уйрӑмлӑх, сӗлтӗрке, сĕм; с черным оттенком хура сӗмлӗ.
сажа
мн. нет 1. хӑрӑм; 2. хура сăра.
свинец
-нца хура тӑхлан.
слой
сий; слой чернозёма хура тӑпра сийӗ; хура тӑпраллӑ сий; широкие слой населения халӑхӑн анлӑ (йыш-лӑ) сийӗсем; располагаться слоями сийĕн-сийĕн вырнаҫ (вырт).
смоль
ж. чёрный как смоль питĕ хура, йӑмӑх хура.
смородина
мн. нет хурлӑхан; красная (чёрная) смородина хӗрлӗ (хура) хурлӑхан.
смуглолицый
тӗксӗм сӑнлӑ, хура сӑнлӑ, хура пит-куҫлӑ.
смуглый
тӗксĕм, тӗксӗм сӑнлӑ, хура сӑнлӑ, кӗре.
соболь
-я м. соболь, хура сӑсар.
совершенно
йӑлт, йăлтах, пуҫӗпех пачах; йӑмӑх, лӑй, йĕпкĕн; сĕм; совершенно зелёный йăм симĕс; совершенно слепой сĕм-суккăр; совершенно чёрный йĕпкĕн хура; совершенно оглох пачах (пуҫӗпех) илтми пулнӑ; совершенно не знает сĕм те пĕлмест.
пар
ҫӗртме, хура пусӑ, хыт суха; чёрный пар хура ҫӗртме; зелёный пар ешӗл ҫӗртме.
паюсный
паюсная икра паюснӑй вăлча (лайӑх хатӗрленӗ хаклӑ йышши хура вӑлча).
перегной
мн. нет хура тӑпра, ҫӗрӗк тӑпри, йывӑҫ ҫулҫисем, выльӑх-чӗрлӗх каяшӗсем ҫӗрсе пулнӑ тӑпра.
пласт
хытса ларнӑ сий (хура тӑпра сийӗ, ҫĕркӑмрӑк сийĕ); пластом лежит епсĕрĕлсе выртать, нимĕн пĕлми тӑсӑлса выртать.
поле
мн. -ей, уй, хир, пусӑ; ржаное поле ыраш пусси; яровое поле ҫуртри пусси; паровое поле хура пусӑ, ҫӗртме путей; курӑк пусси; поля тетради тетрадь хӗрри; не выпускать из поля зрения куҫран ҫухат.
пустырь
м. ҫурт лартман, тырӑ акман, хыт-хура пусса илнӗ пушӑ вырăн.
чернеть
несов. почернеть (к 1 знач.) сов. 1. хурал, хуралса тар; 2. хура тĕслĕ курăнса тăр; вдали чернели горы аякра тусем хуран курăнса тăнă.
черника
хура çырла.
чернобородый
хура сухаллă (çын).
чернобровый
хура куç харшиллĕ.
чернобурый
хура хăмăр (тилĕ).
чернобыльник
хура эрĕм, хура армути.
черноволосый
хура çӳçлĕ.
черногривый
хура çилхеллĕ (лаша).
чернозём
мн. нет хура тăпра.
чернозёмный
хура тăпраллă.
чернолесье
мн. нет хура вăрман, çулçăллă вăрман.
черноокий
хура куçлă.
чернослив
мн. нет чернослив (типĕтнĕ хура слива).
чернота
мн. нет хура пулни, хури.
чёрный
1. хура, тĕксĕм; чёрный хлеб çăкăр, хура çăкăр; чёрная изба хура пӳрт; совершенно чёрный, черным-черно йăм-хура, хуп-хура; 2. перен. йывăр, усал, нушаллă (кунсем).
чернь
ж. мн. нет черный народ дорев. хура халăх (патша вăхăтĕнче çĕр ĕçлесе пурăнакан хресченсене çапла каланă).
чумазый
разг. хура, вараланса пĕтнĕ, тирпейсĕр (ача).
тальк
тальк (техникăра, косметикăра, медицинăра усă куракан çемçе шурă порошок).
темноволосый
хура çӳçлĕ, çырă çӳçлĕ.
темнокожий
хура ӳтлĕ.
тёмный
тĕттĕм (пӳлĕм); тĕксĕм (платье), хура (вăрман); тёмные дела вăрттăн ĕçсем; темна вода во облацех тупсăмне тупса çитерме çук япала, ăнланмалла мар япала.
титан
титан (1. авалхи грексен мифологийĕнчи улăп; 2. перен. пысăк ăслă, хăйĕн чаплă ĕçĕсемпе питĕ паллă çын; 3. хими элеменчĕ — кĕмĕл тĕслĕ хытă шурă металл).
транспарант
транспарант (1. çырнă чухне йĕрке тӳрĕ пултăр тесе хут айне хуракан хура йĕрлĕ хут; 2. картинăсем ӳкерсе, рама çине карса çапнă, хыçалтан çутатса тăнипе витĕр курăнакан пир).
хлеб
1. çăкăр; белый хлеб шурă çăкăр, кулач; 2. тырă, тырпул, тырă-пулă; 3. çăкăр-тăвар, апат-çимĕç; хлеб-соль взаимное дело çăкăр-тăвар хире-хирĕç; хлеб да соль разг. апат тутлă пултăр; ставить хлебы кăвас хур.
фаянс
фаянс (пурăпа, хăйăрпа, гипспа хутăштарнă шурă тăм, унпа савăт-сапа тăваççĕ).
уран
уран (шурă металл).
барашек
, -шка уменьш.-ласк. 1. така-путек; 2. кăтра путек тирĕ; 3. барашки шурă кăпăклă пысăк хумсем.
батон
батон (тăрăхла шурă кулач, булка).
безвестность
ж. сас-хура (хыпар) çукки.
белесоватый
, белёсый теттĕмрех шурă, тĕксĕм шурă, шупка.
белить
, -лю, бели́шь и бе́лишь что, несов. шурат, шурă сăрпа сăрла; белить холст пир шурат.
белогвардеец
шурă гвардеец.
белокурый
шурă çӳçлĕ; шурă сăнлă (çын).
белоручка
мн. ж. хура та йывăр ĕçрен пăрăнакан çын, ĕçе юратман çын, тӳрпилĕк.
белоснежный
юр пек шурă, шап-шурă.
белый
шурă; белое мясо шурă аш (пăру ашĕ, чăх ашĕ); средь бела дня тăп-тăр кăнтăрлах.
беляк
, -а хĕлле шурă тĕслĕ пулакан мулкач.
бордо
, бордовый хура кĕрен, тĕксĕм хĕрлĕ (тĕс).
боярышница
капăр лĕпĕш, сăркка пăнчăллă шурă лĕпĕш.
брюнет
хура çӳçлĕ арçын.
брюнетка
хура çӳçлĕ хĕрарăм.
булыжник
шурă чул, какăр чул, çĕпре амăш.
бычок
, -чка 1. çамрăк вăкăр; 2. Хура тинĕсри вĕтĕ пулă.
бязь
ж. мн. нет пӳс, çĕрмамăкĕнчен тĕртнĕ шурă пир.
агатовый
прил. 1. ахах..., ахахран тунă; агатовая брошка ахах брошка; 2. ахах (е çĕмĕрт) пек; агатовые глаза çĕмĕрт пек хура куçсем.
антоним
м. лингв. антоним (хире-хирĕç пĕлтерĕшлĕ сăмахсем, тĕсл. хура— шурă).
аспид
м. 1. зоол. аспид (наркăмăшлă çĕлен); 2. бран. усал çын, хура чун.
аспид
м. мин. аспид (хура сланец).
базальт
м. базальт (хура хытă чул).
баня
ж. мунча; белая баня шурă мунча; чёрная баня хура мунча; мыться в бане мунча кĕр; ◇ задать баню тип мунча кĕрт.
батон
м. батон (1. тăрăхла шурă çăкăр, булка; 2. тăрăхла формăллă канфет е премĕк).
белеть
несов. 1. шурал, шуралса пыр; 2. (виднеться — о белом) шуррăн курăн; белеет седина в волосах çӳçре шурă пĕрчĕсем палăраççĕ.
белизна
ж. шурă, шурăлăх, шурă тĕс; белизна зубов шăл шурри.
бело⸗
хутлă сăмахсен «шур(ă)» пĕлтерĕшлĕ перремеш пайĕ: белолобый шурă çамкаллă; белокрылый шурă çунатлă; белогвардейцы шур гвардеецсем; белоэмигрант шурă эмигрант.
белобрысый
прил. шурă çӳçлĕ; белобрысый мальчик шурă çӳçлĕ ача.
белок
м. 1. шура; белок яйца çăмарта шурри; 2. биол., хим. белок; растительный белок ӳсентăран белокĕ; животный белок чĕрчун белокĕ; 3. шурă; белок глаза куç шурри.
белокурый
прил. шурă, çутă сарă, сарă çӳçлĕ; белокурая девушка сарă çӳçлĕ хĕр; белокурые волосы çутă сарă çӳç.
белолицый
прил. шурă питлĕ.
белорыбица
ж. шурă пулă (лососсен йăхне кĕрекен пулă).
белоснежный
прил. чăлт шурă, шап-шурă, юр пек шурă.
белый
прил. 1. шурă; белый платок шурă тутăр; белый хлеб шурă çăкăр; белый медведь шурă упă; 2. çутă; белые ночи çутă каçсем (çурçĕрте); 3. шурă, контрреволюциллĕ; белая армия шурă çар; 4. в знач. сущ. белые мн. шуррисем (контрреволюционерсем); разгром белых шуррисене аркатса тăкни; 5. в знач. сущ. белые мн. этн. шурă çынсем, шурă ӳтлисем; ◇ белый билет шурă билет (çар службинчен хăтарнине ĕнентерекен хут); белое вино шупка эрех (шупка иçĕмрен туни); белая ворона шура курак (ыттисенчен пачах уйрăлса тăракан çын); белая горячка ĕçкĕпе ăсран тухни; белый гриб шур кăмпа (е масла); белое золото шурă ылтăн (çĕрмамăк); белая изба шурă пӳрт; белая кость ирон. дворянсем; белое мясо шурă аш (чăх тата пăру ашĕ); белые пятна (на карте) тĕпчесе пĕлмен вырăнсем; белый свет çут тĕнче; белые стихи рифмăсăр сăвăсем; белый уголь шурă кăмрăк (шыв энергийĕ); довести до белого каления шутсăр тарăхтар; принимать белое за чёрное хурапа шурра ан уйăр, тӳнтерле ăнлан; средь бела дня тăр-кăнтăрла; шито белыми нитками см. href='/s/нитка;'>нитка; чёрным по белому см. href='/s/чёрный'>чёрный.
беляк
м. шурă мулкач.
борзописец
м. ирон. шурă хута хуратакан, хут мурĕ.
брюнет
м. хура çӳçле çын.
брюнетка
ж. хура çӳçлĕ хĕрарăм.
буйный
прил. 1. (необузданный) чăрсăр; чарусăр; 2. (смелый) маттур, хастар, хăюллă; буйный молодец маттур йĕкĕт; 3. (порывистый) хаяр, кара; буйный ветер кара çил; 4. (о растительности) вăйлă, хăватлă ӳсекен; буйное цветение садов садсем шап-шурă чечеке ларни.
бурет
несов. хурал, хура тĕс çап.
бурый
прил. хăмăр, сăрă-хура; пăвăр; бурый конь пăвăр(лă) ут; ◇ бурый медведь хăмăр упа; бурый уголь хăмăр çĕркăмрăк.
бывалый
прил. разг. нумай тӳснĕ, хура-шур (е пурнăç) курнă (çын); он бывалый солдат вăл хура-шур курнă салтак.
вакса
ж. вакса (атă тасатмалли хура мазь).
виски
с. нескл. виски (Англире тата СШАра тăвакан шурă эрех).
водка
ж. эрех, шурă эрех.
вороной
прил. 1. йăм хура; 2. в знач. сущ. м. хура лаша; ◇ прокатить на вороных ан суйла, суйламасăр хăвар.
вплоть
нареч. 1. см. href='/s/вплотную'>вплотную 1; 2. (в сочетании с предлогом «до») таран, ⸗ччен [⸗чченех]; купаться вплоть до глубокой осени хура кĕрчченех шыва кĕр; снять всё вплоть до рубашки кĕпе таранах хыв, кĕпе вĕççĕн юличчен хыв.
выкинуть
сов. 1. см. href='/s/выбросить'>выбросить; 2. что, разг. (совершить что-л. неожиданное) кĕтмен çĕртен мĕн те пулин туса кăтарт; 3. прост. (преждевременно разрешиться — о человеке) ача (е хырăм) пăрах; (о лошади) хăм пăрах; (о корове) пăру пăрах; (об овце, козе) пăран пăрах; (о свинье) çăвăр пăрах; ◇ выкинуть из головы ман, шухăшлама пăрах; выкинуть на улицу урама кăларса ывăт; выкинуть (или выбросить) белый флаг шурă ялав çĕкле (е кăларса çак) (парăнни çинчен пĕлтерсе).
гадюка
ж. в разн. знач. хура çĕлен.
гвардия
ж. гварди (1. çарăн чи лайăх та шанчăклă пайĕ; 2. перен. пĕр-пĕр ĕçре пиçнĕ çынсем); ◇ Красная гвардия ист. Хĕрлĕ гварди (1917—18 çулсенче шуррисемпе çапăçнă рабочисен отрячĕсем); белая гвардия ист. шурă гварди (1918—20 çулсенче Совета влаçне хирĕç çапăçнă çарсем).
гипс
м. гипс (1. шурă е сарăрах тĕслĕ минерал; 2. çак минералтан тунă скульптура; 3. çак минерала хытарса сурана çыхни).
глина
ж. там; красная глина хĕрлĕ тăм; белая глина шурă, тăм; огнеупорная глина вут тӳсĕмлĕ тăм.
глубокий
прил. 1. тарăн; глубокое озеро тарăн кӳлĕ; 2. (серьёзный, значительный; сильный) тарăн, тĕплĕ; вăйлă; глубокие знания тĕплĕ пĕлӳ; глубокая мысль тарăн шухăш; глубокое уважение чĕререн хисеплени; глубокое чувство вăйлă туйăм; глубокое убеждение хытă ĕненни; ◇ глубокая осень хура кĕр; глубокая старость сĕм ватлăх; глубокая тайна пысăк вăрттăнлăх; глубокая ночь сĕм çĕрлĕ.
глухой
прил. 1. хăлхасăр, илтмен; 2. перен. (равнодушный) чунсăр, хытă чунлă, çын хуйхи-суйхине ăнланман; быть глухим к чужим просьбам çын ыйтнине шута ан ил; 3. (о звуке) янăравсăр, уçăмсăр; говорить глухим голосом кăкăртан тухакан сасăпа калаç; глухие раскаты грома аслати хуллен кĕмсĕртетни; 4. (захолустный) аякри, тĕттĕм; глухая деревушка тĕттĕм ял; 5. (пустынный, безлюдный) çынсăр, шăп, тĕттĕм, улах; глухое место улах вырăн; 6. (заросший) çăра, чăтлăх, чăтлăхланса ларнă, пусса илнĕ; 7. перен. (смутный, затаённый) вăрттăн, палăрми; глухая вражда палăрми курайманлăх; 8. (совершенно закрытый) хупă; глухая стена алăксăр-чӳречесĕр стена; глухое платье хупă платье; 9. (поздний): глухая осень хура кĕр; глухая ночь çĕр варри; ◇ глухое время, глухая пора тĕксĕм вăхăт, уçăмсăр самана; глухая крапива суккăр вĕлтрен; глухой согласный янăраман хупă сасă.
горе
с. 1. хуйхă, хуйхă-суйхă; неутешное горе манми хуйхă; 2. (несчастье) хуйхă, инкек, хурлăх; на моё горе ман инкеке; ◇ горе горькое см. горький; горе мыкать см. мыкать; ему и горя мало уншăн пурĕ пĕр; помочь горю инкекре пулăш; с горем пополам аран-аран; хлебнуть (или хватить) горя асап тӳс, хура-шур кур.
горесть
ж. 1. (печаль, скорбь) хуйхă, асап, салху; 2. мн. горести (несчастья) инкек-синкек, хура-шур, хурлăх, хĕн-хур; пережить много горестей хура-шур нумай тӳссе ирттер.
грач
м. курак, хура курак.
грог
м. грог (тутлантарнă вĕри шывпа хутăштарнă шурă эрех е ром).
грязный
прил. 1. вараланчăк, лапра, пылчăклă, çӳп-çаплă; грязный двор пылчăклă кил хушши; грязная дорога лапра çул; 2. (запачканный) хура, хуралнă, вараланчăк, таса мар; грязные руки вараланчăк алă; грязное бельё хура кĕпе-йĕм; 3. (о цвете) тусан тĕслĕ, çĕр тĕслĕ; 4. перен. (непристойный, гнусный) ирсĕр, ырă мар, киревсĕр; грязное дело ирсĕр ĕç; 5. (предназначенный для мусора) çӳп-çап ⸗ĕ [⸗и]; грязное ведро çӳп-çап витри; ◇ рыться (или копаться) в грязном белье сӳпĕлтет, кирлĕ мара калаç (кам та пулин çинчен).
дифтерия
ж. дифтери (пыр тĕпне шурă çурхахпа витекен ача-пăча чирĕ).
добела
нареч. 1. шураличчен, шап-шурă пуличчен; 2. (до белого каления) шап-шурă пуличчен; раскалённый добела кусок железа шап-шурă пуличчен хĕртнĕ тимĕр татăкĕ.
домино
с. нескл. домино (маскарад костюмĕ; сак костюма тăхăннă çын); чёрное домино хура домино.
дочерна
нареч. хуп-хура пуличчен.
дуб
м. 1. юман; молодой дуб туйра; морёный дуб хура юман; 2. перен. разг. (о тупом человеке) тăмсай.
дух
м. 1. ăстăн; в здоровом теле здоровый дух сывă ӳт-пӳре сывă ăстăн; 2. (моральное состояние) кăмăл-туйăм; не падать духом хăраса ан ӳк; 3. (содержание, отличительная особенность) астан; уйрăмлăх; в духе времени самана (е вăхăт) майлă; дух народа халах ăстăнĕ; 4. разг. (дыхание) сывлăш, сывлани; перевести дух сывлăш çавăрса ил (е яр); у меня дух захватывает манăн сывлăш питĕрĕнсе ларчĕ; 5. миф., рел. чун, сывлăш; 6. уст. (воздух) сывлăш; 7. прост. (запах) шăршă; винный дух эрех шăрши; 8. в знач. нареч. духом прост. 1) (очень быстро) питĕ хăвăрт; 2) (без остановки) чарăнмасăр, тăхтамасăр; ◇ в этом духе çавăн пек; не в духе кăмăлсăр; одним духом хăвăрт, сывламасăр; испустить дух см. испустить; во весь дух сиккипе; ни слуху ни духу сас-хура çук; хватит духу хăват çитет-ха; чтобы духу не было хăвăрт тасал, шăрши ан пултăр.
ежевика
ж. хура хăмла çырли.
ежевичный
прил. хура хăмла çырли ⸗ĕ [⸗и]; ежевичный куст хура хăмла çырли тĕмĕ; ежевичное варенье хура хăмла çырли варенийĕ.
жгучий
прил. 1. çунтаракан, пĕçерекен, пĕçертекен; 2. (причиняющий боль) вĕтелекен; пĕçертекен, çунтаракан; çав тери, питĕ; жгучая крапива вĕтелекен (е пĕçертекен) вĕлтрен; жгучая боль питĕ ыратни; жгучий мороз шартлама сивĕ; 3. (остро переживаемый) чĕрене касакан, чуна ыраттаракан (хуйхă, мăшкăл); ◇ жгучий брюнет йĕпкĕн хура çӳçлĕ çын; жгучий вопрос пурне те хумхантаракан ыйту; жгучие слёзы вĕри куççуль.
жила
ас. 1. (кровеносный сосуд) юн тымарĕ; 2. (сухожилие) шăнăр; çӳç питти; 3. горн. çурăк; золотая жила ылтăн çурăкĕ; жила белого кварца шурă кварц çурăкĕ; 4. тех. шăнăр (изоляциленĕ проводсенчен пĕри); жила кабеля кабель шăнăрĕ.
жилка
ж. 1. уменыи. см. жила ; 2. тымар (çулçăн); 3. горн, сий; чёрный мрамор с серыми жилками кăвак сийлĕ хура мрамор; 4. (рыболовная) вăлта çиппи; 5. перен. пултăк, пултарулăх; ◇ жилки затряслись сехре хăпрĕ.
запарить
сов. разг. 1. что (обработать паром) вĕриле, пăшăкла; пĕçерт; запарить бочку пичке вĕриле; запарить корм скоту выльăха апат вĕрилесе пар; 2. кого, прост. (в бане) халтан кайиччен çап, пĕлми пуличчен çап (мунчара); 3. кого, прост. (измучить ездой) кăпăка (е чăм шыва, хура тара) ӳкиччен хăвала (е чуптар).
затемнение
с. 1. по гл. затемнить(ся); 2. мед. хура вырăн, хура; затемнение в лёгких ӳпке хурални, ӳпкери хура; 3. (маскировка) карни, хуплани, тĕттĕмлетни; устроить затемнение на окнах чӳречесене хупласа хур.
звон
м. 1. янрав, янрани, шăнкăртатни, чăнкăртатни, янкăртатни; звон колокольчика шăнкăрав шăнкăртатни; 2. перен. прост. (сплетни) сас-хура, элек; ◇ звон в ушах хăлха янрани.
зернистый
прил. 1. (богатый зернами) пĕрчĕллĕ, тулăх; зернистая рожь тулăх ыраш, тулли пучахлă ыраш; 2. (состоящий из зёрен) кĕрпеклĕ, пĕрчĕллĕ; зернистый снег кĕрпеклĕ юр; зернистая икра пĕрчĕллĕ хура вăлча.
золото
в разн. знач. ылтăн; червонное золото таса ылтăн; сто рублей золотом ылтăнпа çĕр тенкĕ; вышивать золотом ылтăн çиппе тĕрле; ◇ чёрное золото хура ылтăн (нефть); мягкое золото çемçе ылтăн (мамăк тир); белое золото шурă ылтăн (çĕрмамăк).
известие
с. 1. хыпар, сас-хура, пĕлтерӳ; передача последних известий (по радио) çĕнĕ хыпарсем пĕлтерни; сообщить известия лам яр; какие известия? мĕн хыпар пур?; 2. только мн. известия (И прописное — периодическое издание) хыпарсем; Известия Академии наук Наукăсен академийĕн хыпарĕсем.
испечь
сов. что пĕçерсе кăлар, пĕçер; испечь хлеб из белой муки шурă çăнăхран çăкăр пĕçер.
испытание
с. 1. по гл. испытать; серьёзное испытание йывăр тĕрĕслев; испытание мотора мотора тĕрĕслени; 2. (экзамен) испытани, экзамен; (невзгоды) хура-шур, йывăрлăх, йывăр тĕрĕслев, йывăр килни.
иссиня-
нареч. кăвакрах; иссиня-чёрный йĕпкĕн хура (е хуп-хура).
исходить
несов. 1. от кого, из чего тух, тухса кай; слух исходит от него сас-хура унран тухать; 2. из чего (основываться на чём-л.) шута илсе ту, никĕсе хурса ту; нужно исходить из решения собрания собрани йышăннине шута илсе тумалла.
как-то
нареч. 1. (каким-то образом) темле, темле майпа, темшĕн, темĕскерле; он говорит как-то непонятно вăл темле ăнланмалла мар калаçать; 2. (однажды) пĕрре, пĕррехинче, тахçан; я как-то видел его эпĕ тахçан курнăччĕ ăна; 3. (неопределённость предположения об образе и способе действия) мĕнле, мĕнле-ши?; как-то они там поживают? мĕнле пурăнкалаççĕ-ши вĕсем унта?; 4. (а именно, например) калăпăр, сăмахран, çакăн йышши, ак çаксем.., пайăрласа каласан; мы купили различные ягоды, как-то: землянику, малину, смородину, крыжовник эпир тĕрлĕрен çырласем илтĕмĕр: çĕр çырли, хăмла çырли, хура çырла, йĕплĕ çырла.
караковый
прил. хура турă (лаша тĕсĕ).
каракуль
м. каракуль (кăтра çăмлă паха тир); чёрный каракуль хура каракуль.
карбонат
м. карбонат (1. кăмрăк кислотин тăварĕ; 2. минерал; 3. вĕтĕ пĕрчĕллĕ хура алмаз).
карий
прил. 1. хăмăр (куç тĕсĕ); 2. хура турă (лаша тĕсĕ).
катаракта
ж. мед. катаракта, хура карă (куç çинче).
кирпич
м. кирпĕч; обожжённый кирпич хĕртнĕ кирпĕч; силикатный кирпич шурă кирпĕч, силикат кирпĕч; полый кирпич хăвăл кирпĕч.
конопатый
прил. прост. кук тĕрриллĕ, хура тутлă, шатра питлĕ.
кость
ж. 1. шăмă; 2. (игральная) вăйă шакмакĕ; 3. (шарик на счётах) шут шăрçи; ◇ белая кость шурă шăмăлли (дворян йăхĕнчен тухнă çын); чёрная кость хура шăмăлли (хура халăх çынни); кожа да кости шăммипе тирĕ; одни кости (остались) шăмми кăна; широкая кость сарлака хулпуççиллĕ; до костей промокнуть йĕп-йĕпе пул; до костей промёрзнуть витĕрех шăн.
кошка
ж. 1. кушак; 2. (мех) кушак, тирĕ; 3. (якорь) кача; 4. мн. кошки юплĕ саламат; ◇ драная кошка хăрăк арăм; знает кошка, чьё мясо съела погов. айăпне йышăнать; как кошка с собакой (живут) кушакпа йытă пек (пурăнаççĕ); как угорелая кошка ухмаха ернĕ пек; кошки скребут на сердце (или на душе) чĕре çунать, ăш вăркать; чёрная кошка пробежала (или проскочила) между ними вĕсем хушшинчен хура кушак каçса кайнă.
крап
м. 1. (мелкие пятна) пата, пач, пăч-пăч; белый мрамор с серым крапом пăч-пăч кăвак шурă мрамор; 2. (расцветка) чăпар, ула-чăла.
кречет
м. кречет (караппăл йышши сарă-хура тĕклĕ кайăк).
кулич
м. кулич (тутлăлантарса пĕçернĕ шурă çăкăр).
курной
прил. хура, мăрьесĕр; курная изба хура пӳрт; курная баня хура мунча.
лейкоциты
мн. (ед. лейкоцит м.) физиол. лейкоцитсем (юнри шурă тĕвĕсем).
лес
м. 1. вăрман; дремучий лес сĕм вăрман, хура вăрман; 2. (строительныă материал) йывăç, вăрман; строевой лес ĕçе юрăхлă йывăç; ◇ волков бояться — в лес не ходить посл. кашкăртан хăрас-тăк, вăрмана каяс мар; как в лесу нимĕн ăнланмасăр; кто в лес, кто по дрова погов. пĕри вăрмана, тепри армана; корабельный лес см. корабельный; красный лес см. красный.
линь
м. хура караç, хура пулă.
лиса
ж. прям. и перен. тилĕ; черно-бурая лиса хура хăмăр тилĕ; Лиса Патрикеевна фольк. тилĕ тус; лисой прикидываться чеелен.
лихо
с. разг. усал, хур, хура-шур; хватить (или хлебнуть) лиха хура-шурра тӳс; не поминайте лихом усалпа ан асăнăр; узнать почём фунт лиха хура-шур тӳссе кур.
магнезия
ж. хим. магнези (магни окиçĕ, шурă çăмăл порошок).
магний
м. магни (хими элеменчĕ, çунакан шурă металл).
маловероятный
прил. иккĕленмелле, чăн пулмасла; маловероятные слухи чăн пулмасла сас-хура.
мараться
несов. разг. 1. варалан, хурал, пылчăклан, тасамарлан; белое платье быстро марается шурă кĕпе часах вараланать; 2. перен. варалан, çыхлан (пĕр-пĕр киревсĕр ĕçе); не стоит мараться вараланас мар.
марганец
м. марганец (хими элеменчĕ, шурă патрак металл).
маренго
прил. нескл. хура-сăрă (тĕс).
медведь
м. 1. упа; белый медведь шурă упа; бурый медведь хăмăр упа; 2. перен. упа, кăнттам (е çаврăнăçусăр) çын.
металл
м. металл; чёрные металлы хура металсем; цветные металлы тĕслĕ металсем; благородные металлы паха металсем (ылтăн, платина, кĕмĕл).
металлургия
ж. металлурги (1. металл шăратас ыйтусене тĕпчекен наука; 2. металл шăратакан промышленность); чёрная металлургия хура металлурги; цветная металлургия тĕслĕ металлурги.
мирской
прил. уст. çын ⸗ĕ [⸗и]; халăх ⸗ĕ [⸗и]; мирская молва халăх хушшинчи сăмах, сас-хура; мирские деньги халăх укçи.
молва
ж. (слухи) сас-хура, хыпар-хăнар, сăмах; людская молва халăх сăмахĕ.
молочный
прил. 1. сĕт ⸗ĕ [⸗и]; молочные железы сĕт парĕсем; 2. (приготовленный из молока) сĕтлĕ, сĕт ⸗ĕ [⸗и]; молочный суп сĕт яшки; молочная каша сĕтлĕ пăтă; 3. (питающийся молоком) ĕмекен, сĕтпе пурăнакан, сĕт ⸗ĕ [⸗и]; молочный телёнок сĕт пăрушĕ; 4. (дающий много молока) сĕтлĕ, сĕт нумай паракан; молочная корова сĕтлĕ ĕне; 5. в знач. сущ. молочная ж. сĕт магазинĕ; 6. в знач. сущ. молочное с. (кушанье) сĕт апачĕ; 7. (белый) шурă, сĕт пек; молочное стекло шурă кĕленче; 8. хим. (добываемый из молока) сĕт ⸗ĕ [⸗и]; молочная кислота сĕт кислоти; ◇ молочные зубы сĕт шăлĕсем; молочный брат (старший) сĕтрен тăван пичче; (младший) сĕтрен тăван шăллăм (пĕр хĕрарăм ĕмĕртсе ӳстернĕ тăван мар арçынсем); молочная сестра (старшая) сĕтрен тăван акка; (младшая) сĕтрен тăван йăмăк (пĕр хĕрарăм ĕмĕртсе устернĕ тăван мар хĕрарăмсем).
мраморный
прил. 1. мрамор..; мрамор ⸗ĕ [⸗и]; мраморная колонна мрамор колонна; мраморный карьер мрамор кăларакан карьер; 2. перен. шурă, мрамор пек; мраморная шея мрамор пек шурă май.
мулат
м. мулат (шурă ӳтлĕ тата хура ӳтлĕ арпа арăмран çуралнă çын).
муссировать
сов. и несов. что: муссировать слухи сас-хура сар.
народ
м. 1. халăх; советский народ совет халăхĕ; чувашский народ чăваш халăхĕ; трудовой народ ĕç халăхĕ; 2. (люди) çын(сем), халăх; на собрании было много народу пухура çын нумайччĕ; ◇ простой народ хура халăх; на народе çын çинче.
начернить
сов. что, чего хурат, хура тĕслĕ ту.
обливаться
несов. см. облиться; обливаться потом хура тара ӳк, тар юхтар; обливаться слезами куççуль юхтар (е тăк); сердце обливается кровью см. кровь.
обстрелянный
прил. вăрçăра (е вутра) пулнă; обстрелянный солдат вăрçăра пулнă салтак; обстрелянная птица курса пиçнĕ (е хура-шур курнă) çын.
огонь
м. 1. (пламя) вут, çулăм, вут-хĕм; 2. (свет) çутă, хăй çути; в окне горел огонь чӳречерен çутă курăннă; 3. перен. (страстность, пыл) хĕрӳ; 4. воен. вут, вут-хĕм; вести огонь вут-хĕм персе тăр; открыть огонь пеме тытăн (пăшал-тупăран); ◇ бояться как огня вутран хăранă пек хăра; днём с огнём не найти см. днём; из огня да в полымя погов. кашкăртан тарнă, упана çулăхнă; между двух огней икĕ вут хушшинче; нет дыма без огня см. дым; огнём и мечом вутпа-хĕçпе (тухсо кай), çунтарса-вĕлерсе (кай); пройти огонь и воду (и медные трубы) хура-шур кур, вут-шыв витĕр тух.
ослепительный
прил. 1. çап-çутă, йăмăх, куçа шартакан (е йăмăхтаракан); ослепительное солнце куçа йăмăхтаракан хĕвел; ослепительная белизна куçа шартакан шурă; 2. перен. (поражающий) тĕлĕнтерсе яракан, шалт тĕлĕнтерекен, куç вăйне çиекен; ослепительная красота тĕлĕнтерсе яракан илем.
осокорь
м. хура тирек.
оспа
ж. шатра, чечче; чёрная оспа хура шатра; ◇ ветряная оспа см. ветрянка.
отлив
м. 1. по гл. отлить; 2. мор. отлив, шыв чакса кайни; начался отлив шыв чака пуçланă; 3. перен. (убыль) чакни, хухни, иксĕлни; 4. (оттенок) сĕм, хушма тĕç; чёрный с синим отливом кăвак сĕмлĕ хура.
оттереться
сов. сĕркеленипе кай, çуса тасал (е кай); пятно оттёрлось хура лекни çуса кайрĕ.
пар
м. с.-х. çĕртме, хура пусă, парлак; оставить под пар парлака хăвар; земля под паром çĕртме пусси; ранний пар ирхи çĕртме; поднимать пар çĕртме ту.
паровой
прил. с.-х. хура çĕртме ⸗ĕ [⸗и]; паровое поле хура пусă, çĕртме пусси; паровая пахота çĕртме сухи.
паслён
м. бот. курак çырли, хура çырла, паслён.
перец
м. пăрăç; стручковый перец хутаçлă пăрăç; красный перец хĕрлĕ пăрăç; чёрный перец хура пăрăç; сладкий перец пылак пăрăç.
плебей
м. 1. ист. плебей (авалхи Римра — кĕçĕн сословири политикăллă правасăр çын); восстание плебеев плебейсен восстанийĕ; 2. хура халăх.
побережье
с. шыв (е кулĕ, тинĕс) хĕрри; Черноморское побережье Хура тинĕс хĕрри.
подколодный
прил.: змея подколодная бран. хура çĕлен (усал çын).
подуст
м. хура хырăм (пулă).
поздний
прил. каярах пулнă, кая юлнă; поздняя осень хура кĕркунне; засидеться до поздней ночи сĕм çĕрлечченех лар; поздний гость кая юлса килнĕ хăна.
позорный
прил. намăç, мăшкăл; умереть позорный смертью мăшкăл вилĕмпе вил; позорное дело мăшкăллă ĕç; ◇ позорный столб намăс юпи, хура юпа; пригвоздить к позорному столбу питлесе намăслантар.
покров
м. 1. витĕ, витĕнчĕк, пĕркенчĕк, тум, хупă; покров цветка чечек витти; снежный (или снеговой) покров юр сийĕ (е витĕнчĕкĕ); без верхнего покрова çара; волосяной покров тĕк; белый покров шурă тум; 2. уст. (покрывало) пĕркенчĕк, витĕ, витмелли; ◇ под покровом ночи каç тĕттĕмĕнче; набросить покров пытар, ан палăрт; снять покров уç, палăрт.
поле
с. 1. уй, хир; 2. (засеваемое) пусă, уй, хир; ржаное поле ыраш пусси; яровое поле çуртри пусси; паровое поле хура пусă, çĕртме пусси; 3. перен. (основа, фон) çи, тăрăх; белые цветы по голубому полю сенкер çинче шурă чечек; 4. хĕрри; поля тетради тетрадь хĕррисем; 5. мн.: поля шляпы шлепке хĕрри; 6. перен. (область, сфера) май; ĕçлемелли, тумалли; перед нами широкое поле деятельности пирĕн ĕçлемелли питĕ нумай; ◇ поле боя (или битвы) варçă (е çапăçу) хирĕ; пропадать из поля зрения куçран çухал; быть в поле зрения куç умĕнче пул.
полоса
ж. 1. тăрăх; стальная полоса хурçă тăрăхĕ; 2. (широкая черта, линия) йăрăм, ярăм; с белыми полосами шурă йăрăмлă; вытягиваться полосами ярăмлан; полосы спектра спектр йăрăмĕсем; 3. каçă, тăрăх; лесная полоса вăрман тăрăхĕ; 4. (пахотной земли) тăрăх, ана; полоса конопли кантăр ани; 5. полигр. страница; первая полоса газеты хаçатăн пĕрремĕш страници; 6. (период) тапхăр, вăхăт, хушă; полоса реакции реакци тапхăрĕ.
полынь
ж. эрĕм, армути; зарастать полыню эрĕмлен; настой полыни армути шывĕ; полынь горькая шурă армути; полынь обыкновенная хура армути.
пот
м. тар; пот катится градом пăтăр-пăтăр тар юхать; капля пота тар пĕрчи; работать до пота тар тухиччен ĕçле; пот прошибает тар тапса тухать; ◇ в поте лица тар юхтарса; потом и кровью тар юхтарса, юн такса; до седьмого пота хура тара ӳкиччен.
почва
ж. 1. тăпра, çĕр; рыхлая почва кăпка çĕр; глинистая почва тăмлă тăпра; песчаная почва хăйăрлă тăпра; унавоженная почва тислĕклĕ çĕр; чернозёмная почва хăйма çĕр, хура тăпра; каштановые почвы хăмăр тăпра; болотистая почва шуралăк; 2. перен. (основание) никĕс, тĕп, тĕрек, шанчăк; на почве чего-л. пирки, пула; подготовить почву для чего-л. хатĕрле; терять почву под ногами шанчăк çухат.
пройти
сов. 1. что и без доп. кай, ирт, иртсе кай, утса тух, çаврăнса тух; пройти через лес вăрман витĕр тух; пройти всю дорогу пешком пĕтĕм çула çуран ирт; пройти к выходу алăк патне ирт; 2. кого-что и без доп. (миновать) ирт, иртсе кай; машина прошла мимо дома машина çурт умĕпе иртсе кайрĕ; он прошёл мимо меня вăл ман çумранах иртсе кайре; 3. (распространиться — о слухах, молве) сарăл, кай; прошла молва сас-хура сарăлчĕ; 4. перен. (перед глазами, в мыслях) ирт, иртсе кай, килсе тух, тухса тăр (куç умне) 5. (выпасть — об осадках) иртсе кай, çуса ирт (е кай), чарăн, лăплан; прошли проливные дожди шалкăм çумăр çуса иртрĕ; 6. (просочиться) тух, витĕрех сап (е вит); пройти насквозь витĕр тух (шĕвĕк-мĕн) 7. (пролечь, протянуться) ирт; здесь пройдёт железная дорога кунтан чугун çул иртĕ; 8. что, во что, разг. кĕр; пройти в состав правления правлени составне кĕр; 9. (протечь, миновать — о времени, событиях) ирт, иртсе кай; годы прошли çулсем иртсе кайрĕç; зима прошла хĕл иртрĕ; срок прошёл вăхăт иртсе кайнă; 10. что (завершить какой-л. курс) пул, вĕçле, пулса ирттер; пройти медосмотр медосмотрта пул; пройти курс учёбы вĕренсе ирттер; 11. разг. (перестать болеть) ирт, кай, иртсе кай, чарăн, лăплан; болезнь прошла быстро чир часах иртрĕ; 12. перен. (исчезнуть) пĕт, сирĕл, иртсе кай, чарăн, лăплан; горе прошло хуйхă сирĕлчĕ; ◇ река прошла, лёд прошёл пăр кайрĕ.
прокажённый
м. скл. как. прил. юхан-суранлă, шăтан-юханлă, йăхлă, тилçеллĕ, хура чирлĕ.
пронестись
сов. 1. (промчаться) вăшлатса (е вĕлтлетсе, вĕçтерсе) ирт; хăвăрт иртсе кай; пронестись со свистом уласа ирт; 2. (о времени) сисмесĕр иртсе кай (вăхăт); 3. перен. (распространиться — о слухах, вестях) сарăл, тух (сас-хура); 4. (о звуках) илтĕнсе (е янăраса) кай.
простонародный
прил. уст. ахаль (е хура) халăх ⸗ĕ [⸗и].
простонародье
с. собир. уст. хура халăх.
просторечие
с. 1. (обиходный язык) ахаль (е хура) халăх чĕлхи; 2. лингв. халăх сăмахĕ.
проткать
сов. 1. что укала, эрешле, çĕклесе (е ывăтса) тĕрт, ывăт, ывăтса тух; белая основа проткана красными нитками шурă çине хĕрлĕ ывăтса тухнă; 2. (в течение какого-л. времени) тĕрт, тĕртсе лар (пĕр хушă).
пятно
с. 1. пата, пăнчă, тумха, шатра(шка); чёрное пятно хура пăнчă; с белым пятном пăч-шурă; 2. перен. ята варалакан (е çĕртекен) япала, намăç; смыть пятно чыса тавăр; ◇ белые пятна (на карте) см. белый; и на солнце есть пятна посл. хĕвел те тумхалла; родимое пятно турпалли; солнечные пятна астр. Хĕвел çинчи пăнчăсем.
разговор
м. 1. калаçу, сăмах-юмах, халап, калаçни, юмахлани, пуплени, сăмахлани; вести разговор калаç, пупле; вступить в разговор калаçăва хутшăн; пустой разговор пуш халап; 2. обычно мн. разговоры (слухи) сăмах-юмах, сас-хура; ◇ без лишних разговоров ытлашши калаçмасăр-тумасăр.
разноречивый
прил. хирĕçӳллĕ, тĕрлĕ; разноречивые слухи хирĕçӳллĕ сас-хура.
распространиться
сов. 1. (расширить круг своего действия) сарăл, сарăлса кай, йĕрĕл; опухоль распространилась шыçă йĕрĕлнĕ; 2. (стать доступным, известным) сарăл, хавхалан; слухи распространились по всему городу сас-хура пĕтĕм хулипе сарăлчĕ; 3. (наполнить собой окружающий воздух) сарăл, тап, тапса тух, тул; распространился запах горелого çунăк шăршă тапса тухрĕ; 4. разг. (рассказать о чём-л. слишком длинно) нумай калаç (е пупле).
саван
м. 1. вилĕм кĕпи (вилнĕ çынна пытармалли шурă тум); 2. перен. шурă тум, шурă çивитти; поля покрыты белым саваном уй-хир шурă тум пĕркеннĕ.
свинец
м. 1. хура тăхлан; 2. перен. пуля; ◇ голова как свинцом налита пуç чугун (е тукмак) пек; лечь свинцом на сердце чĕрене чул пек пус.
свинцовый
прил. 1. хура тăхлан..., хура тăхлан ⸗ĕ [⸗и]; свинцовая руда хура тăхлан руди; 2. (о цвете) тĕксем хура, хура тăхлан тĕслĕ; свинцовые тучи хура пĕлĕтсем; 3. перен. (тяжёлый, гнетущий) йывăр.
седина
ж. 1. кăвак (арнă) çӳç; 2. (проседь в мехе) чăл-чăл (е тĕл-тĕл) кăвак çăм; 3. перен. шурă-кăвак (тĕс); ◇ дожить до седины ватăличчен пурăн.
седой
прил. 1. шурă, кăвак (çӳç, сухал); седая голова кăвак пуç; 2. (с вкраплением белых ворсинок — о мехе) чăл-чăл (е тĕл-тĕл) кăвак (тир, çăм); 3. перен. (серовато-белый) шурă-кăвак (теç); ◇ седая старина сĕм авал; до седых волос çӳç кăвакариччен (е шураличчен).
серебряный
прил. 1. кĕмĕл.., кĕмĕл ⸗ĕ [⸗и]; серебряный слиток кĕмĕл катăкĕ; серебряные часы кĕмĕл сехет; 2. (блестяще белый) кĕмĕл тĕслĕ, кĕмĕл, шурă; серебряная седина шурă çӳç; 3. (о голосе) уçă, янравлă, шăнкăрав пек (сасă); ◇ серебряная свадьба кĕмĕл туй (мăшăрланнăранпа çирĕм пилĕк çул çитни); серебряный блеск кĕмĕллĕ-кӳкĕртлĕ руда.
сивый
прил. 1. (о масти лошади) кăвак; 2. разг. (седой, седеющий) кăвак, шурă; сивая борода шур сухал.
символ
м. символ, палла; белый голубь — символ мира шурă кăвакарчăн — мир символĕ; символы химических элементов хими элеменчĕсен символĕсем.
слух
м. 1. илтни, илтӳ; ухо — орган слуха хăлха — илтӳ органĕ; 2. муз. илтни, итлеме пултарни, музыка ăнкарăвĕ, хăлха; у него отличный слух вăл музыкăна лайăх ăнкарать; 3. (весть, известие) сасă, сас-хура, хыпар, хыпар-хăнар, сăмах, сăмах-юмах; не всякому слуху верь пур сăмаха та ан ĕнен; ◇ на слух хăлхапа итлесе; оскорбить чей-л. слух (или зрение, взор) итлеме (е пăхма) илемсĕр; обратиться (или превратиться) в слух хăлхана тăратса итле; ни слуху ни духу о ком-чём-л. нимле сас-хура та çук.
слыхать
несов. 1. разг. см. слышать; 2. в знач. сказ. безл. илтĕн; о нём ничего не слыхать ун çинчен нимĕнле сас-хура та çук.
слышный
прил. 1. илтĕнекен; едва слышное пение аран-аран илтĕнекен юрă; 2. кратк. ф. в знач. сказ. (слышится, звучит) илтĕн; слышны выстрелы пăшал пенисем илтĕнеççĕ; 3. кратк. ф. в знач. сказ. разг. (чувствуется, ощущается — о запахе) кĕр (шăршă); 4. кратк. ф. в знач. сказ. перен. (обнаруживается) сисĕн, туйăн, палăр; в его голосе слышно лукавство унăн сассинче чеелĕх сисĕнет; ◇ что слышно? о ком-чём-л., про кого-что-л. мĕн сас-хура пур?
смоль
ж.: чёрный как смоль çĕмĕрт пек хура.
смоляной
прил. 1. сăмала ⸗ĕ [⸗и]; смоляная бочка сăмала пички; смоляной завод сăмала завочĕ; 2. сухăр ⸗ĕ [⸗и]; смоляный запах сухăр шăрши; 3. (смолистый) сухăрлă; смоляная сосна сухăрлă хыр; 4. (смолёный) сăмалаллă, сăмалаланă, сăмала сĕрнĕ; 5. (о цвете волос) сăмала (е çĕмĕрт) пек хура, йăм хура.
смородина
ж. хурлăхан (йывăçĕ тата çырли); красная смородина хĕрлĕ хурлăхан; чёрная смородина хура хурлăхан; белая смородина шурă хурлăхан; куст смородины хурлăхан тĕмĕ.
смуглолицый
прил. хура сăнлă, тĕксĕм (е кĕре) питлĕ.
смуглый
прил. хура, тĕксĕм, кĕре.
смуглянка
ж. хура (е тĕксĕм) сăнлă (е ӳтлĕ) хĕрарăм, кĕре сăнлă хĕрарăм (е хĕр).
снежный
прил. 1. юр ⸗ĕ [⸗и], юр..; снежный покров юр витĕмĕ; снежная баба юр кĕлетке; 2. (обильный снегом) юр ⸗ĕ [⸗и], юрлă; снежная зима юрлă хĕл; снежное поле юрлă уй; 3. (похожий на снег) юр пек (шурă); снежная чистота юр пек таса.
соболиный
прил. 1. кăш ⸗ĕ [⸗и]; соболиный след кăш йĕрĕ; соболиная ферма каш ферми; 2. фольк. хура пурçăн пек (куç харши).
совершенно
парен. 1. (абсолютно) тĕппипех, пĕтĕмпех, пуçĕпех, йăлтах, пачах; работа совершенно готова ĕç пĕтĕмпех хатĕр; он совершенно не знает вăл пачах та пĕлмест; 2. разг. (совсем, вовсе) пач, сĕм-, тăр-, вĕр-. ыт. татăксем; совершенно слепой пач суккăр; совершенно глупый сĕм-ухмах; совершенно одинокий тăр-пĕччен; совершенно ровный тип-тикĕс; совершенно новый вĕр-çĕнĕ; совершенно белый шап-шурă; совершенно голый çаппа-çарамаç; совершенно чистый тап-таса.
стреляный
прил. 1. (убитый из ружья) персе тытнă (е вĕлернĕ); пăшалпа тытнă; стреляная дичь персе тытнă кайăк; 2. (бывавший под выстрелами) вăрçăра пулнă, вăрçа курнă, пуля курнă; стреляная ворона куста боится погов. пуля курнă ула курак йывăç тĕмĕнчен те хăрать; 3. (использовавшийся для стрельбы) пенĕ, персе пăхнă (е курнă); стреляное ружьё персе пăхнă пăшал; стреляные гильзы пенĕ (е пуша) гильзăсем; стреляный воробей хура-шур курнă çын.
темно
нареч. и в знач. сказ. тĕттĕм; на дворе темно тулта тĕттĕм; в глазах стало темно куç хуралса килчĕ; темным-темно сĕм-тĕттĕм, хуп-хура.
темно⸗
хутлă сăмахсен «хура», «тĕксĕм», «çырă» пĕлтерĕшле пĕрремĕш пайĕ, сăмахран: темноволосый çырă çӳçлĕ.
тёмно
- хутлă сăмахсен «тĕксĕм», «хура» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: тёмно-красный тĕксĕм хĕрлĕ.
темноволосый
прил. çырă çӳçлĕ, хура çӳçлĕ.
тёмно-гнедой
прил. хура турă (лаша тĕсĕ).
темнокожий
прил. тĕксĕм ӳтлĕ, хура ӳтлĕ; темнокожее население Африки Африкăри хура ӳтлĕ халăх.
тёмный
прил. 1. тĕттĕм; тёмная комната тĕттĕм пӳлĕм; 2. тĕксĕм, сĕм, хура; тёмные очки хура куçлăх; тёмная туча сĕм пĕлĕт; тёмное платье тĕксĕм кĕпе; 3. перен. (неясный) паллă мар, ăнланма çук, ăнланмалла мар; тёмное место в тексте текстри ăнланмалла мар вырăн; 4. перен. (сомнительный) тĕттĕм, шиклĕ, иккĕлентерекен, вăрттăн; тёмное дело шиклĕ ĕç; тёмная личность вăрттăн çын; 5. перен. (злостный, мрачный) хаяр, усал, хура; тёмные силы реакции реакции хура вăйĕсем; 6. перен. (невежественный) тĕттĕм; тёмные люди тĕттĕм çынсем; ◇ тёмный лес пачах ăнланма çук; тёмное пятно ăнланма çук япала.
трезвон
м. 1. (звон во все колокола) кĕрлев, янрав, чан çапни; 2. перен. разг. (толки, сплетни) сас-хура, сăмах, хавха, элек; 3. перен. разг. (шум, скандал) шăв-шав, харкашу.
тубероза
ж. тубероза (ырă шăршăллă шурă чечек).
уголь
м. кăмрăк; древесный уголь йывăç кăмрăкĕ; каменный уголь çĕркăмрăк; ◇ белый уголь шурă кăмрăк (шыв вăйĕ); голубой уголь кăвак кăмрăк (çил вайĕ); как на угольях или на углях (быть, сидеть, находиться) кăвар çинчи пек лар.
фабрикация
ж. 1. фабрикацилени, туса кăларни, хатĕрлени; 2. перен. сарни; фабрикация слухов сас-хура сарни.
фабриковать
несов. что 1. туса кăлар, хатĕрле; 2. перен. сар; фабриковать слухи сас-хура сар.
фарфор
м. фарфор (1. таса шурă тăм. 2. çав тăмран тунă савăт-сапа).
фарфоровый
прил. фарфор.., фарфортан тунă; шап-шурă, фарфор евĕрлĕ; фарфоровая посуда фарфор савăт.
фон
м. фон, никĕс, ай; нарисовать чёрным на белом фоне шурă çине хурапа ӳкер; вырисовываться на фоне неба пĕлĕт çути çинче палăр.
хвост
м. 1. хӳре; конский хвост ут хӳри; птичий хвост кайăк хӳри; 2. перен. (конец чего-л.) хӳре, вĕç; хвост самолёта самолёт хӳри; хвост поезда поезд вĕçĕ; 3. разг. (очередь) черет, карта; 4. перен. разг. (остаток) парăм, вĕçленмен ĕç, хӳре, тăрă; оставить хвосты от разных дел ĕçсене тăрламасăр хăвар; ◇ задрать хвост хӳрене тăрат, пуçа каçăрт; накрутить хвост кому-л. пăскăрт, хӳререн пар; поджать (или опустить, подвернуть) хвост хӳрене хĕстер (сăпайлăрах пул); показать хвост хӳре кăтартса хăвар; укоротить хвост кому-л. итлекен ту; вертеть хвостом, вилять хвостом йăпăлтат; быть (или идти, плестись и т. п.) в хвосте кая юл, хыçа юл; быть (или висеть) на хвосте кого-л. çитсе пыр; наступить на хвост кому-л. кӳрентер; и в хвост и в гриву мĕнпур вăйран; вожжа под хвост попала тилĕрсе кайнă; насыпать соли на хвост кому-л. тăварла (кама та пулин); сорока на хвосте принесла шанчăксăр сас-хура.
хлеб
м. 1. çăкăр; ржаной хлеб ыраш çăкăрĕ; чёрный хлеб хура çăкăр; белый хлеб шурă çăкăр; 2. (зерно) тырă, тырă-пулă, тыр-пул; яровые хлеба çуртри, çур тырри; озимые хлеба кĕрхи тырă, кĕр тырри; уборка хлеба тырпул пуçтарни; 3. (пища, пропитание) апат, апат-çимĕç, çăкăр; зарабатывать себе на хлеб çăкăр çимелĕх ĕçлесе ил; жить на чужих хлебах çын çăкăрне çисе пурăн; ◇ кусок хлеба татăк çăкăр; хлеб насущный чи кирли; хлеб да соль или хлеб и соль (пожелание) апачĕ тутлă пултăр; хлеб-соль (угощение) сăй; с хлеба на квас перебиваться выçăллă-тутăллă пурăн; хлебом не корми çăкăр та кирлĕ мар (темрен те паха).
холод
м. 1. сивĕ; дрожать от холода сивĕпе чĕтре; зимний холод хĕл сивви; 2. перен. сивĕ, сивлек; холод в глазах куç сивви; ◇ собачий холод шартлама сивĕ; терпеть холод и голод хура-шур тӳс; обдать холодом сиввĕн пăхса ил.
холодать
несов. 1. безл. сивĕт, шăнт; к вечеру стало холодать каçалапа шăнта пуçларĕ; 2. сивĕн, шăн; воздух холодает сывлăш сивĕнсе пырать; ◇ холодать и голодать хура-шур кур, нушта тӳс.
цвет
м. (световой тон) тĕс; тёмный цвет хура тĕс; в розовом цвете (или свете) видеть (или представлять) кого-что-л. çитменлĕхсене ан кур.
чернеть
несов. 1. (виднеться — о чёрном, тёмном) хуран (е хура тĕслĕ) курăн; вдали чернел лес аякра вăрман хуран курăнса ларнă; 2. (становиться чёрным) хурал; серебро от времени чернеет вăхăт иртнĕçем кĕмĕл хуралса пырать.
черника
ж. хура çырла.
черничный
прил. хура çырла ⸗ĕ [⸗и]; черничный сок хура çырла сĕткенĕ.
черно⸗
хутлă сăмахăн «хура» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: черноголовый хура пуçлă.
чернобровый
прил. хура куç харшиллĕ.
чернобурка
ж. хура-хăмăр тилĕ; çав тилĕ тирĕ.
черно-бурый
прил. хура-хăмăр; черно-бурая лисица хура хăмăр тилĕ.
чернобыльник
м. бот. хура эрĕм (е армути).
черноволосый
прил. хура çӳçлĕ.
черноглазый
прил. хура куçлă.
чернозём
м. хура тăпра, хура тăпраллă çĕр.
чернозёмный
прил. хура тăпраллă, хăйма; чернозёмная полоса хура тăпраллă тăрăх; чернозёмная почва хăйма çĕр.
чернокожий
прил. 1. хура ӳтлĕ; 2. в знач. сущ. чернокожий м., чернокожая ж. хура ӳтлĕ çын (негр).
чернолесье
с. хура (е çулçăллă) вăрман.
чернолицый
прил. хура питлĕ, кĕре ӳтлĕ.
черномазый
прил. разг. (смуглый) хура, хура ӳтлĕ; черномазый мальчик хура ӳтлĕ ача; 2. (грязный) вараланчăк.
чернорабочий
м. скл. как прил. хура ĕç ĕçлекен рабочи, квалификацисĕр рабочи.
чернослив
м. хура слива.
чернота
ж. 1. хура тĕс, хура; 2. (тьма) тĕттĕм, хура тĕттĕм; густая чернота леса вăрманти хура тĕттĕм; ◇ чернота под глазами çуç ăйĕнчи кăвак.
чернотал
м. хура çӳçĕ.
чернушка
ж. (гриб) хура кăмпа (е карăç).
чёрный
прил. 1. (о цвете) хура; чёрная краска хура сăрă; 2. (тёмный) тĕксĕм, хура; 3. в знач. сущ. чёрный м., чёрная ж. хура ӳтлĕ çын; 4. в знач. сущ. чёрные мн. шахм. хурисем; играть чёрными хурисемпе выля; 5. уст. и разг. (грязный) хура, вараланчăк; 6. (служебный, подсобный) хыçалти, кайри; чёрный ход хыçалти алăк (хулари çуртсенче); 7. (физически тяжёлый, неквалифицированный) йывăр; чёрная работа йывăр ĕç; 8. перен. (мрачный) усал, йывăр, нушаллă; чёрные мысли усал шухăшсем; чёрный день йывăр (е хуйхăллă) кун; 9. перен. (злостный, преступный) усал, тискер, хăрушă; чёрные силы реакции реакцин хăрушă вăйĕсем; чёрная зависть усал кĕвĕçӳ; 10. в знач. сущ. чёрное с. хура тĕс (е тум); ходить в чёрном хура тумпа çӳре; держать в чёрном теле см. тело; называть белое чёрным шуррине хура тесе кала; чёрный глаз усал куç; чёрное духовенство манахсем; чёрное золото см. золото; чёрная икра хура вăлча; чёрный кофе хура кофе; чёрный лес хура (е çулçăллă) вăрман; чёрная металлургия хура металлурги; чёрные металлы хура металсем (тимĕр, хурçă, чугун); чёрный пар хура çĕртме; чёрный хлеб хура çăкăр; чёрным по белому уççăн, иккĕленмелле мар; чёрная кошка пробежала (или проскочила) между ними вĕсем хушшинчен хура кушак каçса кайнă.
чернь
ж. 1. см. чернота; 2. (чернёное серебро) хуратнă кĕмĕл; 3. уст. (простонародье) хура халăх.
чернявый
прил. прост. хура çӳçлĕ.
чумазый
прил. вараланчăк, таса мар, хура пит-куçлă.
шарик
м. уменьш. см. шар; ◇ белые кровяные шарики физиол. шурă юн çаврашкисем; красные кровяные шарики физиол. хĕрлĕ юн çаврашкисем.
шёпот
м. 1. пăшăлтатни, пăшăлтату, пăшăлтатса калаçни; тихий шёпот шăппăн пăшăлтатса калаçни; громкий шёпот хыттăн пăшăлтатни; 2. перен. (слабый шум, шелест, журчание) шăпăлтатни, шĕпĕлтетни, вăшăлтатни, шăнкăртатни; шёпот волн хумсем шăпăлтатни; шёпот ручья шыв шăнкăртатни; 3. разг. (молва, слух) вăрттăн сасă (е сăмах), сас-хура.
шитьё
с. 1. (если шьётся самим) çĕлени; (если даётся шить другому) çĕлетни, çĕлеттерни; шитьё одежды тумтир çĕлени; рубашка домашнего шитья килте çĕленĕ кĕпе; 2. (вышивание) тĕрлени; шитье шёлком пурçăнпа тĕрлени; 3. (то, что шьётся или сшито) çĕленĕ япала, çĕлекен япала; 4. (вышивка) тĕрĕ, тĕрленĕ (е тĕрлекен) япала; белое платье с шитьем тĕрленĕ шурă кĕпе.
шифер
м. шифер (1. хура е кăвакрах тĕслĕ тăмлă сланец; 2. тара витмелли материал).
акциз
акциз (тӳрĕ мар налог — куллен кирлĕ таварсене, пулăшу ĕçĕсене хаклатни); акциз на водку шурă эрех акцизĕ
африканеры
, буры африканерсем, бурсем (Кăнтăр Африка Республикинче пурăнакан шурă çынсем; йышĕ — 3,2 миллион çын)
мулат
мулат (шурă çынпа негртан çуралнă çын)
негры
негрсем (хура ӳтлĕ раса çыннисем)
сегрегация
сегрегаци (шурă мар ӳтлĕ çынсене шуррисенчен уйрăм усрас расистла политика)
чернорабочий
хура ĕçри çын
флаг
ялав; государственный флаг патшалăх ялавĕ; трёхцветный российский флаг виçĕ тĕслĕ Раççей ялавĕ (çулте шурă, варринче кăвак, аялта хĕрлĕ); военно-морской флаг тинĕс çар ялавĕ; подъём флага ялав çĕклени
кушак
[kuĵak]
kato
килте ман кушак пур — ankaŭ mi havas katon
хура кушак — nigra kato
ула кушак — multkolora kato
кушак ами — katino
кушак аçи — virkato
кушак çури — katido
кушак макăрать — kato miaŭas
пăтă
[podo]
kaĉo
вир пăтти — milea kaĉo
сĕлĕ пăтти — avena kaĉo
тулă пăтти — tritika kaĉo
урпа пăтти — hordea kaĉo
хура тул пăтти — fagopira kaĉo
пăтă çунса кайнă — la kaĉo bruletis
пăтă антар — meti (doni) kaĉon
пăтă пиçрĕ — la kaĉo estas preta, la kaĉo kuiriĝis
çĕр
[ŝher]
tero, tera; putri
çĕр улми — terpomo
çĕр тĕнĕлĕ — tera akso
çĕр туртăмĕ — teraltiro
çĕр хуппи — terkrusto
çĕр чăмăрĕ — terglobo
хура çĕр — humtero
çĕр сийĕ — tertavolo
çĕр хăвăлĕ — kaverno, subterejo
пулăхлă çĕр — fekunda grundo
акман çĕр — nekulturita tero
çĕр лаптăкĕ — terpeco, terparcelo
çĕр валеç — distribui teron
çĕр тара ил — lui teron
çĕр тара пар — luigi teron
пĕр çĕрте — en unu loko
пур çĕртен те — de ĉie
çĕр çырли — frago
çĕрсе кай — forputri
çырла
[ŝirla']
bero, frukto
çырла пăтти — frotita beraĵo
иçĕм çырли — vinbero
çĕр çырли — frago
хурăн çырли — frago
чие çырли — ĉerizo
хура çырла — mirtelo
хăмла çырли — frambo
шур çырли — oksikoko
çырла пиçнĕ — la beroj estas maturaj
çырла пиçсе çитеймен — la beroj ne ankoraŭ estas maturaj
атя çырлана — ni iru rikolti berojn
çырла тат — rikolti berojn
улма-çырла — fruktoj
хура
[ĥura]
nigra
хура куç — nigraj okuloj
хура куçлă çын — nigrokula homo
хура тăпра — humtero
хура-кăвак — nigra blua
куç хури — pupilo
хура çăкăр — nigra pano
хура çырла — mirtelo
хура тăхлан — plumbo
хура курак — frugilego
хура тулă — fagopiro
хурал — nigriĝi, malpuriĝi
хуралса пĕт — plene malpuriĝi
шурă
[ŝuro]
blanka, blanko
шурă акăш — blanka cigno
шурă упа — blanka urso
шурă кĕленче — laktovitro
куç шурри — okulblankaĵo
çăмарта шурри — ovblankaĵo
шурă кăмпа — boleto
шурал — blankiĝi
senŝeliĝi
апельсин лайăх шуралмасть — la oranĝo malbone senŝeliĝas
шурат — blankigi
senŝeligi
çĕр улми шурат — senŝeligi terpomon
Laubwald
zulzăllă (hura) vărman
çулçăллă (хура) вăрман
schwarz
hura
хура
Semmel
pulkă (şură zăkăr)
булка (шурă çăкăр)
weiß
şură
шурă
курак
«грач»; хура курак «грач»; ула курак «ворона»; кирг., казах. ала карға, туркм. ала гарга и гарга, башк., тат., к. калп., ног., уйг., узб., кумык., караим, карға, тур., азерб. гарға, «ворона»; башк., тат., к. калп., ног. кара карға, узб. кара корға, азерб., туркм. гара гарга, тур. экин каргазы (экин «посевы»), кирг. чар карга, казах. кузгын карга «грач»; тур. аладжа карга «галка». Слово звукоподражательное.
мăян
«лебеда»; хура мăян «амарант», хĕрлĕ мăян «щирица», «красная трава»; чаг. бийан «лекарственная трава» (Будагов I, 298); кирг. мыйа — название горькой травы с желтым цветком, кызыл мыйа «солодка»; ак мыйа «горчак», «брунец» (Юдахин); казах. мыя «солодка», «солодковый корень»; азерб. биян, тур. мейан «лакрица»; азерб. биян кӧкӳ, тур, мейан кӧкӳ «солодковый корень»; туркм. буян «солодка», буян кӧки «солодковый корень»; уйг. буйа «сорная трава».
сарă
1. «желтый»; 2. «русый», сарăх «желтеть»; «бледнеть», «линять», «выцветать»; др. тюрк., КБ, чаг. сарығ, енис. cepиғ, уйг. серик, тув., хак. сарыг, узб. сарик, кирг., казах., к. калп., ног., тат., азерб., туркм. сары, башк. hары, «желтый»; МК, кирг., уйг. Син., ойр. саргарсарғай, кумык, саргьий, башк. hаргай, хак. саргал «желтеть»; ср. монг., калм. шар, бур.-монг. шара «желтый»; см. _шурă__.
сăсар
«куница»; хура сăсар «соболь»; Замахш., казах., к. калп., тат. сусар, кирг., карач. суусар, алт. В сузар, ойр. суузар, узб. савсар, уйг. сӧсәр, башк. hыyhap «куница»; ср. монг. суусар «куница» < тюрк. яз. Проф. Н. А. Баскаков производит это слово от глагола сувса «жаждать», «хотеть пить»; следовательно, савсар, сузар букв. «жаждущий воды», «привыкший к воде»; тефс. XII—XIII вв., АФТ, узб., туркм. сувса, Замахш. суза, алт. В сууза, кирг. сууса, Рабг., уйг., азерб., тур., тат., казах. суса, башк. hыyha «жаждать», «испытывать жажду»; от су «вода».
сульха
, сĕлхе 1. «сойка»; 2. диал. «дрозд»; хура сĕлхе «дрозд-рябинник»; сарă сĕлхе «иволга»; МК сӳклин, туркм, сӳлгӳн «фазан».
çурăмпуç
, шурăмпуç «заря», «рассвет»; вариант çурăм-пуç, вероятно, появился в языке много раньше, чем шурăм-пуç. Последнее могло выступить только тогда, когда чуваши уже утратили значение слова çурăм. Оно в древности обозначало «свет»; ср. др. тюрк., МК, АФТ йарук «свет»; кирг., казах. джарык, туркм., ног., кумык, ярык, алт. В дьарык, хак. чарых «свет»; КБ йаруг «луч», «блеск»; Замахш. ярук «яркий»; уйг. йорук «свет»; «светлый», «блестящий». Они образованы от глагола: ср. КБ йару «освещать», «блистать», «делаться светлым», МК йару «светлеть», «просветлеть»; уйг. йору «светиться», «делаться светлым»; тув. чыры «светить»; «становиться светлым», «освещаться»; хак. чары «светить», «освещать»; алт. В дьар, дьары «светить», «издавать свет». Следовательно, çурăмпуç — «начало света» (пуç «голова»; «начало»). Когда чуваши утратили слова çур, çурăм, то çурăмпуç стали осмысливать как шурăмпуç (шурă «белый» — синоним света). Шурă здесь противопоставляется слову кăвак «синий». Более ранний рассвет чуваши называют кăвак çутă, кăвак шурăмпуç «синий свет», «синяя заря», а о заре говорят, что она шуралса килет «белея идет»; ср. тур. тан йери агарыйор «заря занимается (восток белеет)». Проф. Н. И. Ашмарин сначала объяснял это слово так: «Çурăм-пуç — «заря» из çурăм «расщелина» и пуç «голова», соб. «начало расщелины». Очевидно, чувашин в старину представлял себе зарю предвестницей расщелины, которую образует восходящее дневное светило“ (Материалы... 113). Позднее, когда пишущий эти строки при составлении своего „Библиографического указателя литературы по чувашскому языку“ (Чебоксары, 1931) показал ему статью Munkacsi, где сказано, что чувашское çорăм-пуç означает не «начало расщелины», а «начало утра» (çорăм происходит от глагола çор, тур. уаr — не в значении «раскалывать», а в значении «светить», «излучать свет») (KSz. II, 239—240), Ашмарин отказался от прежнего объяснения и в словаре (XII, 270) дал уже новую этимологию согласно указаниям Мункачи.
тăхлан
«олово»; хура тăхлан «свинец»; ср. монг. цагаан тугалга «олово», хар тугалга «свинец»; бур.-монг. цаган толга, саган тулга «олово»; харатолга, тулгун «свинец».
тут
хура тут «веснушки (у брюнета)»; сарă тут «веснушки (у блондина)»; башк. тут «ржавчина»; «пятна на лице во время беременности»; к. калп., ног., кумык. тот, кирг. дат, ойр., хак. тат «ржавчина».
хура
1. «чёрный»; 2. «смуглый»; 3. «тĕмный» (о чернолесье); 4. «грязный» (о белье); хура пулă «линь»; хура тул «гречиха»; уйг., кирг., казах., к. калп., ног., тур., кумык., алт. В, тув., тат., башк. кара, узб. кора, азерб., туркм. гара, хак., якут. хара; тат., башк., казах., кара балык «линь»; тат. кара бодай, башк. кара бозай, уйг., тур. кара бугдай «гречиха»; ср. монг. хар, бур.-монг. хара «чĕрный».
хурав
уст. «ответ», «отклик», «возражение»; сас-хура «слухи и вести» (букв. «голос-ответ»); Замахш. кари’у, алт. В, тат. кару, ойр. каруу, тув. харыы, якут. хоруй, караим. карув «ответ», «возражение»; ср. монг. харигу > хару, хариу(н) «возврат», «возвращение»; «ответ»; калм. хэрӳ «ответ». На образование данного слова в тюрко-монгольских языках едва ли могло оказать какое-либо влияние араб. «ответ», «возражение»; «разговор», «диалог».
хурама
«вяз»; башк., тат. карама «вяз»; алт. В карама «вязовые скрепы, которыми прикрепляются полозья саней». Нам кажется, что слово это сложное, состоящее из хура + мас «черное дерево»; якут. мас «дерево»; в чув., башк. и тат. конечное с выпало; ср. уйг. карағач, тур. караағач, азерб. гарағач, кирг. каражыгач «вяз», букв. «черное дерево».
хурла
«хулить», «порочить», «поносить»; тефс. ХII-XIII вв., кумык. хорла «унижать», «презирать»; тат., башк. хурла «поносить», «порочить», «оскорблять», «хулить», «унижать»; кирг. корло, кордо, казах., к. калп. корла «относиться с пренебрежением», «позорить», «поносить», «оскорблять»; уйг. хорли «издеваться»; узб. хурла, кумык. хорла «позорить», «унижать». От хур (см.). Некоторые тюркологи чув. хурла склонны производить от прилагательного хура «чёрный» (?) (ИРЛТЯ 427); ср. монг. корло, хорлох «вредить».
шурă
, шур «белый»; сарă «жёлтый»; др. тюрк., КБ, тув., хак., шор. сарыг, алт. В сарыг, сарысарысерик, узб. сарик, башк. hары, ойр. cap «жёлтый»; «русый»; ср. монг. шар, бур.-монг. шара «жёлтый», «русый». В древности в некоторых тюрк. яз. (в булг., хазар.) слово сар(ы), шар(а) обозначало, по-видимому, и жёлтый, и белый. Например, греч. император Константин Багрянородный название хазарской крепости Саркел передает словами λενхόν оιхημα «белый дом» (Migne. Patrologia greca, vol. CVIII, col. 327(8), в араб. географических памятниках называется Al-Beida (Bibl. geographorum arabicorum III, col. 355). И в русских летописях эта крепость называется Белая Вежа (белая палатка, кибитка, башня); саркел = чув. cap кил (шурă кил). Возможно, что к чувашам слово сарă в значении «жёлтый» проникло позднее через тат. яз. Манси слово сайр «белый», по-видимому, заимствовали от булгар; сарагури на языке манси — «белая угра». У ненцев (самоедов) сесер, сера, сер, сири «белый» (Д. П. Европеус. Об угорском народе. СПб., 1874).
Аса ил
Аса [пиле] ил вспоминать / вспомнить кого-что, о ком-чем.
Шурă питлĕ аппана курсассăн, Аса илтĕм хамăн аннене. А. Воробьев. Çапла, икĕ ватă тĕл пулсан, аса илмелĕх тупăнать. Л. Афанасьев. Талыкинпа Анчиков вăл шухăша пиле те илменнине чухласан ун сăнĕ кăшт уçăлчĕ. В. Сатай.
Ăш вĕчĕрхенет
Ăш [чĕре, чун] вĕчĕрхенет зло берёт кого.
Йăван кăшт кăна кулса илчĕ. Ăшĕ вĕчĕрхеннине туйса, сад пахчи енчи чӳрече патне пырса тăчĕ. С. Элкер. Хура юнлă чĕри вĕчĕрхенсе кӳтет унăн. Юхма М.
Ăша çунтар
Ăша [ăшчике] çунтар терзать сердце кого, чье; 2. терзать [угнетать] свою душу [сердце], мучиться чем, страдать от чего.
1. Пирĕн Ленин асра, пĕр çав хурлăх кăвар пек ăша çунтарать. П. Хусанкай. Мăшăр хура куçăм, ан çунтар ăша, Каласамччĕ уççăн хăвăн шухăшна. Ю. Петров. 2. Çапла ăшчике çунтарса Селле пӳрте кĕчĕ. М. Трубина. Юлашкинчен, киле таврăнас ĕмĕтпе ăша çунтарса, Сарпи çыннисем пачах çывăрайми пулчĕç. К. Турхан.
Вут çумăр çăвать
Вут [вутлă] çумăр çăвать огненный дождь идет.
Вут çумăр çăвать çумра, Çире снарядсем çухăраççĕ, Çаран хĕрелет çулăмра, Çунса ялкăшать хура çĕр. А. Алка. Салтакăн, вутлă çумăр çусан та, тухса каяс пулать. Л. Агаков.
Ĕнсе çине ларт
Ĕнсе çине ларт сажать / посадить на шею кого, кому, чью.
— Шурă чехсем тĕнчери капитал хушнипе каллех рабочипе хресчен ĕнси çине капиталистсемпе улпутсене лартасшăн. В. Паймен.
Илем кĕрет
Илем кĕрет [килет] становится красивым (красивее) что.
Çураки вăхăтĕнче уй-хире илем кĕрет, унта чĕрĕ пурнăç пуçланать. С. Аслан. Сарă кайăк юрласан, Сада илем килет-çке; Мерчен сăвă каласан, Вăййа илем кĕрет-çке. В. Давыдов-Анатри. Садсем шап-шурă çеçке çурсан, илем килет тăван çĕршывăн. И. Ивник.
Йĕп-йĕпе тара ӳк
Йĕп-йĕпе [лачкам, хура] тара ӳк обливаться / облиться потом, покрываться / покрыться потом [испариной]; взмыливаться / взмылиться (о лошади).
Чăтăр, пичче, тата кăшт чăтăр, часах шыв ĕçтеретĕп сире, унтан суранăра лайăх çыхса яратăп, — лăплантарать вăл боеца, йĕп-йĕпе тара ӳксех ăна сĕтĕрет. Паттăр пионерсем. Савраска лачкам тара ӳкнĕ пулсан та, хуçа тилхепине итлет. П. Осипов. Анчах пĕр çын кĕçĕр чăлăм та куç хупмарĕ, хура тара ӳксе çăхав çырчĕ вăл. А. Артемьев. Мунчаран тухсан Элкей Микули пĕр стакан чей ĕçрĕ те кĕрĕкпе витĕнсе выртрĕ, вĕриленсе кайрĕ, кайран лачкам тара ӳкрĕ. П. Осипов.
Йĕр çине ӳк
Йĕр çине ӳк нападать / напасть на след чей.
Полици ман йĕр çине ан ӳктĕр тесе сас-хура памасăр пурăнма тиврĕ. Н. Мранькка. — Халь, ак, старик сан йĕрӳ çине ӳкнĕ, йĕксĕк. А. Талвир.
Кĕл ту
Кĕл ту развивать / развить в пух и в прах кого-что; расшивать / расшибить вдребезги кого.
Хура-хура хурах пур. Тискер-тискер тăшман пур — Вут тухтăр та вут хыптăр. Çав тăшмана кĕл тутăр. Г. Краснов.
Кунçула вĕçле
Кунçула [ĕмĕре, пурнăçа] вĕçле кончать / кончить жизнь [дни, век].
Минут, минут мар, тен, унтан та кĕске Салтак кунçулне вĕçлесси хура вилĕм. М. Захаров. Эпĕ те хамăн шухăша калатăп: — Час-часах пăтраштаратпăр çав эпир: кам йĕксĕк, кам ырă... Çӳрет этем пирĕн хушăрах, ĕçлет, вĕçлет кунçулне — пĕлсе юлаймастпăр: ăслăччĕ-и çав çын, чунлăччĕ-и... Ю. Скворцов. Хăюллă пул, ывăлăм! Çапăç, ан парăн! Ан таттăр тăшман Эп вĕçлес ĕмĕре, Ан чавтăр эсрел эп пуç хывнă çĕре! А. Алка. Апла пулин те, Нарспи хĕрарăмăн мĕскĕн шăпине пăхăнмасăр, хăйĕн тивĕçĕшĕн, хăйĕн таса юратăвĕшĕн хăюллăн кĕрешсе пурнăçне вĕçлет. Чăваш календарĕ.
Куç хыв
Куç хыв 1. смотреть / посмотреть проницательно на кого-что; высматривать / высмотреть; 2. заприметить кого-что; 3. намечать / наметить что, брать / взять на примету что, с какой целью.
1. Ĕçлесе тара ӳкнĕ кил хуçи çурчĕ еннелле кĕтмен çĕртен тенĕ пек куç хыврĕ, çав самантрах сехри хăпса тухрĕ. Н. Илпек. 2. Савик хĕрĕ вĕреннĕ çыннах куç хывнă, теççĕ. А. Талвир. Ялта Анука куç хывнă каччăсем нумай, анчах та хăй кама та пулин кăмăллани пирки сас-хура илтĕнмест. А. Артемьев. 3. Пур тупсăм çак юптарура: Хăйсем куç хывнă çĕршывсем тавра Колонизаторсем çапла Вăйăкланса çӳреççĕ шакалла. А. Кăлкан.
Куç ывăт
Куç ывăт бросать / бросить взгляд на кого-что.
Каччă инçех те мар кирпĕч купалакан хĕрсем çине куç ывăтса илет. В. Васильев. Шурă ту çине куç ывăтсассăн, Асăнатăп инçетри хĕле. А. Алка.
Куçĕсем çиçеççĕ
Куçĕсем [пичĕ-куçĕсем] çиçеççĕ глаза сияют (от радости, счастья) у кого; глаза блестят (от злости, переживаний и т. п.) у кого.
Ик ăслă, пысăк куç çиçеççĕ Пĕр хаваспа, пĕр çилĕпе. П. Хусанкай. Унăн тути те, куçĕсем те телейпе çиçсе тăчĕç. А. Артемьев. Çывăрманнипе пĕркеленнĕ, хуралнă пит-куçĕсем пурин те савăнăçлăн çиçеççĕ. А. Алка. — Хура куçĕсем йăл-ял çиçсе илчĕç. Митта В. — Эс манран тата хĕр ыйтатăн-и-ха? — лапсăркка куç харшисем айĕнчен хаяррăн çиçрĕç ун куçĕсем. К. Турхан.
Куçпа тăрăн
Куçпа (куçсемпе) тăрăн [тирĕн] впиваться / впиться глазами в кого, во что.
Самурайсем ун çине шурă куçпа çисе ярасла тăрăнчĕç. А. Артемьев. — Эсĕ ху ĕнесем патне хăçан кайса курнă, бригадир-коммунист юлташ? — ыйтрĕ Шихранов, Шурбин çине куçĕпе тăрăнса. В. Ухли. Нина чĕнмест. Пăрăнать те малалла утать. Пуçне уснă вăл, тĕлсĕр пăхакан куçĕсемпе çĕрелле тирĕннĕ. А. Ĕçхĕл. Иван вырăнĕ çинчен яшт! сиксе тăчĕ те çĕнĕ начальника куçĕпе тирĕнчĕ. Ю. Званацкий.
Куççульпе пит çу
Куççульпе пит çу обливаться [умываться] слезами (горько, везутешно плакать).
Амăшĕ патша умне, Куççульпе çуса питне, Чĕркуçленчĕ ерипен. Г. Ефимов. Тăлăх-турат ачи-пăчи Хура куççульпе пит çăвать те Кĕпе çаннипе шăлса типĕтет. Чăваш халăх юррисем. Мĕн тăвас-ши, мĕн тăвас? Куççульпе ма пит çăвас? В. Урташ.
Пите хĕрт
Пите (питсене) хĕрет 1. позорить / опозорить кого. 2. позориться / опозориться, срамиться / осрамиться; 3. вгонять [вводить] / вогнать [ввести] в краску кого.
1. — Эх, çак ачасене, — терĕ Фатыма, — ирĕксĕрех питсене хĕретеççĕ. Тутар калавĕсем. Ĕнер çеç шурă çар намăсĕ сирĕн питĕре хĕрететчĕ. М. Белов. 2. Çавăн пекех, хамăр та шанса тăратпăр: парти райкомĕ умĕнче пите хĕретме тивмĕ пире. В. Краснов-Асли. 3. — Верхоленский профессорпа эпир кăçал та шырав ĕçĕпе килтĕмĕр. Ыранах Йĕпреçе каятпăр. Эсĕ пирĕнпе пымастăн-и? — тесе, Мурзайкин кăвак куçлă хĕрĕн питне хĕретрĕ. А. Талвир.
Пуç çĕкле
Пуç çĕкле поднимать [подымать] / поднять голову.
Пуç çĕклеме пуçланă хура вăйсем революциллĕ Кронштадта тапăнаççĕ. Чăваш календарĕ. Чечеклĕ çум пекех пуçне çĕкленĕ Ялта кулак, сутуçă та тиек. Я. Ухсай. Тахçан чĕрене тымар яма ĕлкĕрнĕ шанăç татах пуçне çĕклет. П. Львов.
Пуç хур
Пуç хур класть / положить [сложить] голову.
Çирĕм миллион çын пуç хуни хăех вăл чăтми хура хуйăх. А. Емельянов. Кайăпăр тăван Чапаев Çапăçнă пек çапăçса, Пулмăпăр тăшман айне, Кăлăх хумăпăр пуçа. Я. Ухсай. Полынăн ирĕк хулинче Хурлăхлă ĕç пулчĕ: Натали алли çинче Яш Сумбай пуç хучĕ. П. Хусанкай.
Сăмах тыт
Сăмах тыт 1. держать / сдержать (своё) слово; 2. не пробалтываться / проболтаться.
1. Çыхман çĕн чĕрçитти — шап-шурă, Тасалăх, çамрăклăх палли — Парне парса тусне чыс турĕ Сăмах тытнишĕн Натали. П. Хусанкай. [Мышкин:] Сăмахна тытаймасан, тамăкра вĕри çатма çуллаттарĕç. А. Кăлкан. 2. — Эпир сан карчăкна депутат тăвас тетпĕр, — персе ячĕ сăмах тытма пĕлмен Караçка. И. Максимов-Кошкинский.
Сăнран ӳк
Сăнран (сăнтан) ӳк осунуться, сильно худеть / похудеть.
Лапсар ялĕнче Сăнран ӳкет Пике хĕр, Хура тĕтĕм ăшĕнче Тĕксĕмленет чипер хĕр. Н. Шупуççынни. Аслă переменăра учительсен пӳлĕмне йăлтах сăнтан ӳкнĕ директор вашт кĕрсе тăчĕ. Ю. Скворцов.
Тăрă шыв çине кăлар
Тăрă шыв çине кăлар выводить / вывести на чистую [свежую] воду кого.
Роллан Совет Союзне тапăнса килекен империалистсене тăрă шыв çине кăларса питлет. Чăваш календарĕ. Халăх кулаксен хура ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларчĕ. Митта П.
Тĕнче çути кур
Тĕнче çути кур всего испытывать / испытать; син.: хура-шур кур.
Пĕрре амăшĕ каларĕ: — Ачам, унталла-кунталла тухкаласа çӳре-ха. Тĕнче çутине кур, пурнăç тути-масине пĕл. В. Канюков.
Тĕп ту
Тĕп ту 1. разорять / разорить кого-что- 2. уничтожать / уничтожить кого-что; 3. мучить / замучить кого.
1. Пĕтĕм яла тĕп турĕç-çке, пурте кĕлмĕçе тухрăмăр капла. К. Турхан. Михха тĕп туман пулсан, кăçал шурă пӳрт лартатчĕ вĕт. Н. Мранькка. [Платник:] Сад пахчине тĕп тăваççĕ, Вавил ывăлăм. Н. Терентьев. Кăвар мулла хирне вырса тĕп турĕ. Я. Ухсай. 2. Çак улпутсем шут тăваç Пролетарие пĕтерме, чухăнсене тĕп тума. И. Тăхти. Самурайсене тĕп турĕ Пирĕн вăйлă Хĕрлĕ Çар. К. Кольцов. Çав çулпа эпир пырса Коммунизм тăвăпăр, Мĕнпур хурлăх-нушана Ĕмĕрлĕх тĕп тăвăпăр. И. Тукташ. 3. Укçашăн тĕп тăвать.
Тĕс кĕрт
Тĕс кĕрт [кӳр, пар] 1. украшать / украсить кого-что; 2. придавать / придать вид какой, кому-чему; 3. тĕс пар (в отриц.) быть не ко двору (о домашних животных).
1. Куçĕсем кăна, пурте пĕлсе-хăнăхса çитнĕ куçсем, сӳнми чĕрĕ кăварпа çунаççĕ, кăвакарнă çӳхе тутине яланхи йăл кулă кăна тĕс кӳрет. Ю. Званацкий. Кăвак супăнь пире тĕс памасть, авалхи тус пире халь пăхмасть. 2. Ир шăтнă курăк сăрта Кăшт симĕс тĕс кӳрет. Г. Орлов. Сăрантан тунă япаласене çĕнĕ тĕс кĕртес тесен, чĕрĕ çăмарта шурри сĕрмелле. Чăваш календарĕ. Соуссем апатсене лайăх тутăпа шăршă, илемлĕ тĕс параççĕ. А. Медведев. 3. Пирĕн килте хура ĕне тĕс памасть.
Тип шар
Тип шар курать случается несчастье с кем.
Пĕр хăвшăн çеç çунан пулсан, Ан ман: Тип шар куран. А. Галкин. Пирĕн хушăмăрта Ыхрин пек нехекрен тип шар курнă çынсем çине шурă куçпа пăхас йăла пĕтмен-ха. П. Щипцов.
Тыткăна ил
Тыткăна [плена] ил 1. брать / взять в плен кого-что; 2. пленять / пленить кого-что (покорить чем-либо, очаровать).
1. Дивизи командирĕ тыткăна илнĕ нимĕçе çийĕнчех допрос тума хушнă. А. Талвир. Хускалнă батальон. Васканă малалла. Приказ: «Яла йышăнмалла! Парăннине — плена илес, хирĕçнине — кĕрслеттерес!» С. Шавли. 2. Мотя митинга пухăннă халăха кĕске вăхăтрах тыткăна илчĕ. В. Алакĕр. Анчах, калаçма пуçласан, Клава пире виçсĕмĕре те тыткăна илчĕ. К. Турхан. Хура вилĕ-мĕн алли пиншер çынна хăй тыткăнне илме хатĕр. М. Белов. Хăй кăмăлĕпе, хитре кĕлеткипе Соня темле арçынна та тыткăна илмелле. В. Краснов-Асли.
Хĕрлĕ юр çусан
Хĕрлĕ юр çусан после дождичка в четверг (неизвестно когда, никогда); син.: хура курак шуралсан.
Хура йытă вĕре пуçларĕ
Хура йытă вĕре пуçларĕ мне хочется спать.
Хура курак шуралсан
Хура курак шуралсан после дождичка в четверг (неизвестно когда, никогда); син.: хĕрлĕ юр çусан.
Хура кушак чупса каçнă
Хура кушак чупса каçнă (вĕсем хушшипе, хушшинче) чёрная кошка пробежала [проскочила] между кем.
Çапла Килтеш ялĕнчи икĕ карчăк хушшипеле хура кушак чупса иртнĕ. Юхма М. Вĕсем хушшинче, акă, хура кушак чупса каçрĕ тейĕн. В. Краснов-Асли.
Хура тара ӳк
Хура тара ӳк. См. йĕп-йĕпе тара ӳк
Хура-шур кур
Хура-шур [хурапа шурра] кур [тӳс] видать [видывать] виды, побывать в переделках.
Тихон Степанович — хăй ĕмĕрĕнче нумай хура-шур курнă çын. Г. Ефремов. Хăйĕн аллă çул ĕмĕрĕнче вăл чылай хура-шур тӳссе курнă. М. Белов. Тупа тăвакансенчен хăшпĕрисем, çивĕчрех ăслисем, пурнăçра хурапа шурра ытларах курнисем... çакна туймасăр тăма пултараймарĕç. К. Турхан. Ман çул юлташĕ — Арсен Михайлович Аленецев иккен... Сăмси икĕ енĕпе çулĕсене кура мар хура-шур тӳснĕ йĕрсем выртнă. Ю. Скворцов.
Хурапа шур кур
Хурапа шур кур. См. хура-шур кур
Хурах пус
Хурах пус [ту] грабить / ограбить кого-что.
[Пĕри — куштана:] Сана пурĕпĕр, путсĕр çынна. Эс кăнтăрла ял касан, Çĕрле хурах пусан. И. Петрова. Хурах пуссан, хӳме юлать, пушар тухсан, ним те юлмасть. Ваттисен сăмахĕсем. Кашнин хăйĕн ĕçĕ, Шахрун, пĕри хура халăха хур шăмммпе хур тăвать, тепри хурах туса хăратать. Хв. Уяр.
Чечеке лар
Чечеке лар расцветать / расцвести, зацветать / зацвести, распускаться / распуститься (о цветах).
[Вавил:] Степан Васильч сачĕ çуркунне шап-шурă чечеке ларĕ. Я. Терентьев. Садра халĕ — ырлăх. Улмуççисем чечеке ларнă. А. Ĕçхĕл. Пур йывăçран маларах Эп чечеке ларатăп. Çут пурçăн пек шап-шурă Шурă кăчкă кăларăп. Я. Шелепи.
Чуна ил
Чуна ил 1. мучить / замучить кого; 2. чуна илет дух захватывает [занимает] от чего.
— Хĕлле пӳртне хутса ăшăтасси те чуна илет. А. Талвир. 2. Сĕтел çитти — шап-шурă мамăк. Чуна илет çеçкисемпе. Н. Евстафьев.
Шыв каят
Шыв каять наступает половодье.
Шыв кайнă вăхăтра Кăнна хĕррине хĕрсем хура тăларан çĕленĕ пĕрмеллĕ сăхманпа тухаççĕ. Т. Петĕркки.
Юн тăк
Юн тăк [юхтар] лить [проливать] / пролить кровь за кого-что; кого, чью.
[Сергей:] Пурнăçа лайăхрах, тасарах тăвас килет-çке, анне, юн тăкнă вĕт уншăн. Н. Терентьев. — Çавă ĕнтĕ вăл вăрçă-харçă — юн тăкмасăр пулмасть, — терĕ Чалтун Иванĕ, ассăн сывласа. А. Артемьев. Вĕçсе ыткăнтăмăр харăс Çăхансем çине. Хăтăлаймĕç, Час юхтарĕç Хуп-хура юнне. П. Хусанкай.
ана
п.п., куçăм. Хутлăх, лаптăк, талккăш; каçалăк (туп.). Истори анисем çине шух варвăрсем ятне хăварнă. П.Хусанкай, 1968, 158 с. Кун-çул ани вĕçне çитсессĕн — текех çук леш хура хӳме. В.Ахун, 1990, 58 с. Тăван литература анинче ĕçлетпĕр эпир пурсăмăр та, харпăр хăй анкартинче мар. Ю.Артемьев, 1991, 92 с. Тăван культура анинче хастарлăх кăтартнăшăн Н.Зимина... хисеплĕ ятсем панă. ТА, 2002, 5 /, 72 с.
— пурнăç ани (С.Шавлы //Я-в, 1957, 12 /, 30 с.; В.Петров, 1982, 160 с.; Д.Гордеев, 1988, 348 с.; ХС, 1996, 38 /, 4 с.).
анлăх
п.с. 1. Анлă уçă вырăн; уçлăх. Эпир [погра-ничниксем] çил-тăман çаврăнса, ахрашса тăракан тĕксĕм шурă анлăха ыткăнатпăр. В.Алендей, 1965, 21 с. Шур тĕтре пулса вăл [Сывлăмпи] çитнĕ çӳл тӳпемĕр анлăхне. Н.Теветкел, 1982, 91 с. Вĕçсĕр-хĕрсĕр анлăх ăна [ачана] хăй ытамне çавăрса илчĕ. Т-ш, 1993, 35 /, 7 с. Эпĕ вара дельтапланпа вĕçесшĕнччĕ, тĕнче çийĕн виçесĕр анлăхра ярăнасшăнччĕ. Л.Сачкова, 1996, 108 с.
— ВЧС, 1971, 872 с.
2. Анлăш, талккăш, лаптăкăш. Çĕршыв анлăхĕ тĕлĕнтерчĕ ĕнтĕ икĕ пĕчĕк чуна. В.Элпи, 1983, 96 с. Кунашкал эпикăллă анлăх Агиверăн яланах новелла формипе шайлашать. Г.Федоров, 1996, 173 с. Тĕнчене хăвăр ăсăрпа виç енлĕ анлăх ăнлавне хĕссе кĕртсе лартнă та, çав картаран тухаймастăр. В.Эктел, 1996, 70 с.
арман
1. П.п. Аш-какай е пахча çимĕç вĕтетмелли, фарш тумалли хатĕр. Анчах «кайф» тапхăрĕ иртсен вара шăм-шака хуçать, аш арманĕ витĕр тухнăн туйăнать. ÇХ, 27.02.1998, 4 с. Помидора аш арманĕ витĕр кăлармалла. Т-ш, 2001, 36 /, 12 с. Гайморитран сипленме хура йӳç кăшман лайăх пулăшать. Ăна аш арманĕпе вĕтетмелле. С-х, 2001, 11 /, 2 с.
— ВЧС, 1971, 357 с.
2. Ç.п. Тĕлсĕр вăрçă-харçă; юнлă çапăçусем. 1995 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Чечняна лекрĕм — «аш арманне». Ар, 2000, 10 /, 3 с. Çар операцийĕ мар, чăн-чăн аш арманĕ тейĕн... Чăваш ен йĕкĕчĕ çав армантан тухайман. Ар, 2002, 40 /, 1 с.
аш арманĕ
1. П.п. Аш-какай е пахча çимĕç вĕтетмелли, фарш тумалли хатĕр. Анчах «кайф» тапхăрĕ иртсен вара шăм-шака хуçать, аш арманĕ витĕр тухнăн туйăнать. ÇХ, 27.02.1998, 4 с. Помидора аш арманĕ витĕр кăлармалла. Т-ш, 2001, 36 /, 12 с. Гайморитран сипленме хура йӳç кăшман лайăх пулăшать. Ăна аш арманĕпе вĕтетмелле. С-х, 2001, 11 /, 2 с.
— ВЧС, 1971, 357 с.
2. Ç.п. Тĕлсĕр вăрçă-харçă; юнлă çапăçусем. 1995 çулта алла диплом илнĕ хыççăн Чечняна лекрĕм — «аш арманне». Ар, 2000, 10 /, 3 с. Çар операцийĕ мар, чăн-чăн аш арманĕ тейĕн... Чăваш ен йĕкĕчĕ çав армантан тухайман. Ар, 2002, 40 /, 1 с.
арманçă
п.с. Арман авăртса паракан çын; арман хуçи, мелник. Хĕр-упраç... писев сĕрсе чиперленме ĕлкĕрнĕ — арманçă пек шап-шурă питлĕ. В.Ухли, 1984, 347 с. «Шупашкар элеваторĕ» предприятире ĕçлекен В.Емельянов арманçă. ХС, 1997, 106 /, 1 с. Ял çыннисем те ăна, тырă авăртса панине кура, арманçă теççĕ. Я-в, 1999, 2 /, 64 с. Голланди арманçисем ăна [сĕлĕ пăттине] уйрăмах юратса çинĕ. С-х, 1999, 26 /, 3 с.
— ВЧС, 1971, 338 с.
аура
ç.с. 1. Парапсихол. Чĕрĕ чунăн ӳт-пĕвне хупăрласа тăракан, вышкайсăр сисĕмлисем (экстрасенссем) кăна куракан çутă пайăрка сийĕ; биоуй (туп.). Çын аури, тепĕр майлă каласан, биоуйĕ (е кĕлетке тавра тытăнса тăракан куçа курăнман мĕлке) тăрăх диагноз лартма пулать. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Иисус Христосăн аури сарă тĕслĕ пулнă. Я-в, 1995, 9 /, 105 с. Экран çинче вăл [хĕрача] çĕр çывăхĕнчи орбитăра ĕçлекен çынсен аурине курма пултарнă. ÇХ-рĕ, 15.12.1999, 4 с. Аура çирĕп, вăйлă пулсан сире нимĕнле хура вăй та, нимĕнле тухату та çĕнтереймĕ. С-х, 2000, 27 /, 3 с.
— аурăн асамлă çути (Я-в, 1995, 10 /, 42 с.).
2. Куçăм. Этем, чĕрчун е япала хăй таврашĕнчи çынсене кӳрекен витĕм. Тен, эпĕ те такамшăн Турă... Ырсунăм кăмăлĕ — аура. Л.Федорова //Я-в, 1991, 4 /, 7 с. Вера Кузьминичнăна çур ĕмĕр ытла [театрти] çак аура витĕм кӳрсе тăрать (ХК, 1998, 37 /, 15 с.). Пирĕн Таньăсене тата темле «аура» текенни пĕрешкеллетет ахăр. ÇХ, 1999, 3 /, 4 с.
3. Куçăм. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă лару-тăру, ĕç-пуç. Наци философийĕ, пурнăç аури ... авалхи тĕнре мĕн тери уçăмлă палăрать. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Хăйне евĕрлĕ аура хуçаланать. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Вăл [тĕп режиссер] артистсем сцена çинче хумханнине, ... залра хăйне майлă «аура» пулнине лайăх туйса илнĕ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.
банкнот
п.с. Хут укçа; банк билечĕ. Чăн-чăн банкнотсем çинче Шурă çуртăн чӳречисем çурри кăна уçă пек курăнаççĕ. К-н, 1968, 8 /, 11 с. Укçа кăларса тыттармалли вăхăт çитсен вăл банкнотсен тĕркине мар, хĕç-пăшал туртса кăларнă. ÇХ, 1999, 42 /, 4 с. Пурĕ 14 миллиард банкнота тĕрлĕ номиналпа пичетлесе кăлармалла. Х-р, 18.08.2000, 3 с. Ултавçă ... ăна [кинемее] 50 пин тенкĕлĕх укçа тыттарнă. Çапла, унашкал банкнот çук халь. Х-р, 31.01.2001, 1 с.
— ВЧС, 1971, 31 с.; ЧВС, 1961, 54 с.; ВЧС, 1951, 26 с.
виктори
п.с. Пахчара ӳстерекен шултра çĕр çырли. Якушев паян викторипе сутă тăвать. К-н, 1986, 14 /, 5 с. Решетке çумĕнчех темиçе касă виктори ... куçа илĕртет. Ю.Силэм, 1989, 26 с. Июнь çурри тĕлне виктори пиçме тытăнать. ЧЧ, 1998, 6 кл., 65 с. Кунта ӳсекеннисем — хăмла çырли, виктори, хура хурлăхан. ХС, 5.03.1999, 5 с.
— виктори çырли йăранĕсем (КÇ, 2001, 2 /, 1 с.);
— Егоров, 1972, 45 с.; Егоров, 1954, 37 с.; ВЧС, 1951, 62 с.
дан
ç.с., спорт. Тухăç кĕрешӳ мелĕсенчи ăсталăх шайĕн виçи-палли; разряд. Пиллĕкмĕш дан кĕрешӳçĕ ăсталăхĕ çӳллĕ шая çĕкленнине пĕлтерет, хура пиçиххи çыхма ирĕк парать. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Халĕ Чăваш Республикинче 3-мĕш дан илнĕ ентешĕмĕр те пур. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. В.Гришин иккĕмĕш дана тивĕçнĕ. Х-р, 2.03.2000, 4 с. Пирĕн командăн ертӳçине В.Тимофеева IV дан экзаменне тытни çинчен сертификат пачĕç. ÇХ, 2000, 6 /, 11 с.
джип
ç.с. Çынсене илсе çӳреме тата çăк турттарма юравлă, питĕ хăватлă çăмăл автомобиль. Илемлĕ машинăсене кăмăллать, ... темле джип пур. ÇХ, 1998, 47 /, 8 с. Ара, хура халăхăн миллионĕсене çарататпăр-çке, «мерседессемпе» джипсем çинче ярăнатпăр. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с. Пирĕн джип ... тумхахлă çул çинчен шоссе çине тухрĕ. Т-ш, 2000, 34 /, 11 с.
— президент джипĕ (ПП, 2000, 7 /, 2 с.).
ельцинизм
ç.с., тирк. 1991—1999 çулсенче Раççей Президенчĕ пулнă Б.Н.Ельцин таврашĕ тата вĕсем тытса пынă политика. Пĕчченлĕхри нишлĕ ватлăх Раççейрен ельцинизмпа пĕрле кайĕ. Ч-х, 1999, 14 /, 2 с. Чăваш президенчĕ Ельцин кунĕсем пĕтсе пынине тата Раççейри ельцинизм анăçри ятарлă службă-сене ... пулăшма хушасса туйнă пулас. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с. Вĕсен сăнĕсенче ельцинизмăн хуп-хура паллисем. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
каратэ-до
ç.с., спорт. Каратэ ăсталăхĕ. Каратэ-до, волейбол, аэробика, ушу секцийĕсем пур. КЯ, 27.10.1990, 2 с. «Хура пиçиххи» — «Тантăшăн» каратэ-до шкулĕ. Т-ш, 25.09.1991, 4 с. Пирĕн паллă спортсмен каратэдо кĕрешĕвĕн шотокан мелĕпе пиллĕкмĕш дана çитнĕ. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Елчĕксем каратэ-до енĕпе çĕнтерекене «Волга» автомобиль парнеленĕ. Х-р, 6.07.1999, 4 с.
— каратэдо инструкторĕ (Х-р, 27.10.1992, 4 с.); каратэдо шкулĕ (Х-р, 4.03. 1994, 1 с.); каратэ-допа кăсăклан (Т-ш, 1999, 32 /, 1 с.);
— сетокан каратэ-до, фудокан каратэ-до (ÇХ, 2000, 6 /, 11 с.).
каратэдо
ç.с., спорт. Каратэ ăсталăхĕ. Каратэ-до, волейбол, аэробика, ушу секцийĕсем пур. КЯ, 27.10.1990, 2 с. «Хура пиçиххи» — «Тантăшăн» каратэ-до шкулĕ. Т-ш, 25.09.1991, 4 с. Пирĕн паллă спортсмен каратэдо кĕрешĕвĕн шотокан мелĕпе пиллĕкмĕш дана çитнĕ. Х-р, 4.03.1994, 1 с. Елчĕксем каратэ-до енĕпе çĕнтерекене «Волга» автомобиль парнеленĕ. Х-р, 6.07.1999, 4 с.
— каратэдо инструкторĕ (Х-р, 27.10.1992, 4 с.); каратэдо шкулĕ (Х-р, 4.03. 1994, 1 с.); каратэ-допа кăсăклан (Т-ш, 1999, 32 /, 1 с.);
— сетокан каратэ-до, фудокан каратэ-до (ÇХ, 2000, 6 /, 11 с.).
качака
1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран саккăрмĕшĕ. Качака [çулĕ] çĕнĕ туйăмсемпе хавхалантарать. Т-ш, 13.02.1991. 8 с. Качака, Сурăх, Кушак — зороастризм календарĕнчи çулсен ячĕсем. Я-в, 2000, 4 /, 52 с. Китай календарĕпе 2003 çул Хура Качака çулĕ шутланать. КÇ, 2002, 52 /, 1 с.
2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Кăçал Качакан илĕртӳллĕ çулçӳрев, ... кĕтмен тĕлпулусем пулĕç. Т-ш, 13. 02.1991, 8 с. Качакасем аранах ... бизнес ăнăçлă аталанасса кĕтсе илĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Вăл [Кушак] Качакана лайăх пăхать. Т-ш, 1999, 1 /, 2 с.
— Хĕрарăм-качакасем (Ар, 2001, 3 /, 3 с.).
кăваклăх
п.с. Кăвак сĕм, кăвак талккăш; сенкерлĕх. Кăваклăхра курнать ик мачта. С.Шавлы, 1958, 80 с. Каçкӳлĕм канлĕн киленеççĕ çӳл тӳпери кăваклăхпа. Ю.Сементер, 1987, 5 с. Таçта лере, çăлтăрсем хушшинче курăнакан кăваклăхра, сип-сивĕ инçет хуçаланать. А.Емельянов, 1990, 55 с. Кăваклăхри çак сивĕ юр та чуна ыраттарса юлать. А.Т.-Ыхра, 2001, 76 с.
— сĕм кăваклăх (Çеçпĕл М.); ирхи кăваклăх, хуп-хура кăваклăх, тӳпе кăваклăхĕ, инçет кăваклăхĕ (Хв.Агивер, 1984, 16 с., 48 с., 78 с., 109 с.); тăп-тăрă кăваклăх (П.Афанасьев, 1985, 22 с.); çурхи кăваклăх (ХП, 1990, 2 /, 11 с.).
кĕлчечек
, п.с. Пахчара ĕрчетекен шултра та илĕртӳллĕ çеçкеллĕ, йĕплĕ туналлă чечек. Эпир кĕлчечексем вĕçтернĕ. Г.Айхи, 1968, 104 с. Манăн хĕрлĕ кĕлчечек пулас килет. Б.Чиндыков, 1987, 40 с. Кĕлчечек хĕртен хитре. Т-ш, 10.10.1990, 8 с. Ытам тулли кĕлчечекпе кĕтсе илетчĕ. Х-р, 8.06.1999, 3 с. Яланах кĕл чечек пек илемлĕ пул. Т-ш, 1999, 11 /, 1 с.
— кĕлчечек çыххи (Р.Сарпи, 1983, 77 с.); кĕлчечек шăрши (Г.Юмарт, 1983, 32 с.); кĕлчечек пахчи (В.Ахун, 1990, 94 с.); кĕлчечек çеçки, кĕлчечек çăвĕ (ÇХ, 2000, 5 /, 8 с.); кĕлчечек туян (Б.Чиндыков, 1987, 40 с.); кĕлчечек парнеле (ÇХ, 1999, 9 /, 3 с.);
— шурă кĕлчечек (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); чĕрĕ кĕл чечек (Т-ш, 1999, 9 /, 10 с.); кĕрен кĕл чечек (ÇХ, 23.11.2001, 4 с.).
кĕл чечек
, п.с. Пахчара ĕрчетекен шултра та илĕртӳллĕ çеçкеллĕ, йĕплĕ туналлă чечек. Эпир кĕлчечексем вĕçтернĕ. Г.Айхи, 1968, 104 с. Манăн хĕрлĕ кĕлчечек пулас килет. Б.Чиндыков, 1987, 40 с. Кĕлчечек хĕртен хитре. Т-ш, 10.10.1990, 8 с. Ытам тулли кĕлчечекпе кĕтсе илетчĕ. Х-р, 8.06.1999, 3 с. Яланах кĕл чечек пек илемлĕ пул. Т-ш, 1999, 11 /, 1 с.
— кĕлчечек çыххи (Р.Сарпи, 1983, 77 с.); кĕлчечек шăрши (Г.Юмарт, 1983, 32 с.); кĕлчечек пахчи (В.Ахун, 1990, 94 с.); кĕлчечек çеçки, кĕлчечек çăвĕ (ÇХ, 2000, 5 /, 8 с.); кĕлчечек туян (Б.Чиндыков, 1987, 40 с.); кĕлчечек парнеле (ÇХ, 1999, 9 /, 3 с.);
— шурă кĕлчечек (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); чĕрĕ кĕл чечек (Т-ш, 1999, 9 /, 10 с.); кĕрен кĕл чечек (ÇХ, 23.11.2001, 4 с.).
кроссовка
ç.с. Резина тĕплĕ, çӳллĕ хыçлă çăмăл пушмак; кросс пушмакĕ. Хаш та хаш сывлаççĕ ашшĕ-амăшĕ, çуллахи вăхăтра ачана пĕр кроссовка ĕçлесе илмелĕх ăçта ямалла. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Улттăн пыраççĕ те ... 15 çулхи арçын ачана футболкипе кроссовкине хывма хушаççĕ. ХС, 6.08.1999, 2 с. Упнер вăтам шкулĕнче 15 çулхи М. пĕрле вĕре-некенĕн кроссовкине «уралантарнă». Т-ш, 1999, 7 /, 8 с. Шурă носки спорт костюмĕпе, кроссовкипе лайăх. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с.
— çăмăл кроссовка (К-н, 1986, 19 /, 11 с.); ют çĕршывра кăларнă кроссовка (Х-р, 4.09.1992, 1 с.); юрăхлă кроссовка (Х-р, 6.02.1993, 2 с.).
кроссовки
ç.с. Резина тĕплĕ, çӳллĕ хыçлă çăмăл пушмак; кросс пушмакĕ. Хаш та хаш сывлаççĕ ашшĕ-амăшĕ, çуллахи вăхăтра ачана пĕр кроссовка ĕçлесе илмелĕх ăçта ямалла. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Улттăн пыраççĕ те ... 15 çулхи арçын ачана футболкипе кроссовкине хывма хушаççĕ. ХС, 6.08.1999, 2 с. Упнер вăтам шкулĕнче 15 çулхи М. пĕрле вĕре-некенĕн кроссовкине «уралантарнă». Т-ш, 1999, 7 /, 8 с. Шурă носки спорт костюмĕпе, кроссовкипе лайăх. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с.
— çăмăл кроссовка (К-н, 1986, 19 /, 11 с.); ют çĕршывра кăларнă кроссовка (Х-р, 4.09.1992, 1 с.); юрăхлă кроссовка (Х-р, 6.02.1993, 2 с.).
ксероксла
ç.с. Ксерокспа ӳкерсе ил, ксерокопи ту. Пӳрне хулăнăш хытă шурă хут çине ксероксланă шултра сас паллиллĕ текста вулама çăмăл. Х-р, 27.07.1997, 4 с.
кӳлмек
ç.в., п.с. Шыв сăмси, тинĕс аври, тинĕс кукăрĕ; залив. Кӳлемекри лăпкăлăх поэтшăн мар. Н.Исмуков, 1990, 95 с. Шупашкарăн кӳлмекĕ хĕрринче капмар шурă çурт ларать. Х-р, 16.03.1994, 3 с. Чăваш Республикин вара Шупашкар кӳлмекĕ урлă хăйăртан хăпартнă çулпах çырлахмалла-им. ТА, 2002, 5 /, 64 с.
кӳлемек
ç.в., п.с. Шыв сăмси, тинĕс аври, тинĕс кукăрĕ; залив. Кӳлемекри лăпкăлăх поэтшăн мар. Н.Исмуков, 1990, 95 с. Шупашкарăн кӳлмекĕ хĕрринче капмар шурă çурт ларать. Х-р, 16.03.1994, 3 с. Чăваш Республикин вара Шупашкар кӳлмекĕ урлă хăйăртан хăпартнă çулпах çырлахмалла-им. ТА, 2002, 5 /, 64 с.
лимонник
п.с. Лимон шăршиллĕ, хĕрлĕ çырлаллă, явăнса ӳсекен тĕмĕ. Лимонник, актиниди, ... хура тата шурă хурлăхан, йĕплĕ хурлăхан — кама мĕн кирлĕ, суйла кăна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Пахчаçăсен калаçăвĕсене тимлесен çĕнĕ культу-рăсен ячĕсем хăлхана кĕреççĕ, актиниди, лимонник, айва... К-ш, 1997, 39 /, 8 с. Лимонник ... сивве тӳсĕмлĕ. Ар, 2002, 20 /, 4 с.
негр
ç.п. Хура сăнлă çĕр улми сорчĕ. Ача пуçĕ пысăкăш «негр». Х-р, 19.01.1999, 4 с.
нигилизм
п.п. е наци нигилизмĔ, п.я. Тăван халăхран ютшăнни, тăван чĕлхепе культурăран юсни; манкуртлăх (туп.). Наци нигилизмĕ вара национализм пекех сиенлĕ, сăтăрлă. КЯ, 24.02.1989, 3 с. Халĕ чăваш хушшинче нигилизм хунаса кайрĕ. КЯ, 14.12.1989, 4 с. Наци нигилизмĕн чи хăрушă та сĕм-хура тапхăрĕнче ӳссе çитĕннĕскерсен ... наци туйăмĕ ыттисенчен хуçăкрах. Б.Чиндыков //П-н, 1990, 2 /, 9 с. Чăваш халăхĕ хушшинче нигилизм сарăлнă. Ăна мĕн ĕлĕкренех хăйĕн чĕлхинчен пистерме тăрăшнă. Х-р, 5.02.1997, 3 с.
— наци нигилизмне пĕтер (П-н, 1990, 5 /; Х-р, 24.10.2000, 2 с.); наци нигилизмне ӳкĕте кĕрт (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.).
партфункционер
ç.с. Парти функционерĕ (туп.). Ӳлĕм партфункционерсем партстационарта мар, хура халăхпа пĕрле сипленме шутлаççĕ. П-н, 1990, 2 /, 11 с.
пăшăлтату
п.с. 1. П.п. Сасă чĕлĕхĕсене вылятмасăр шăппăн калаçни; сассăр пуплев. Зал тăрăх пăшăлтату шуса иртет. А.Железковăпа К.Семенова, 1964, 170 с. Хĕр пăшăлтатрĕ. Анчах çав пăшăлтату кăшкăрнă майлă илтĕнчĕ. Г.Ефимов, 1984, 128 с. Хĕрпе каччăн ăшă пăшăлтатăвне итлесе тăма аванах мар. В.Эктел, 1996, 78 с.
— юрату пăшăлтатăвĕ (Ю.Айдаш //Х-р, 14.05.2003, 4 с.);
— ВЧС, 1971, 869 с.
2. П.п. Килĕшӳллĕн илтĕнекен вăйсăр сасă (шĕпĕлтетни, чăшăлтатни т.ыт.). Шăнкăрав янăранă чух... йывăçсем яланхи пăшăлтатăвне татĕç. И.Лисаев //Я-в, 1974, 4 /, 3 с. Хум пă-шăлтатăвĕ [Кĕнеке ячĕ]. М.Карягина, 1995. Ав, ... парка йывăç çулçисен пăшăлтатăвĕ хăлхара. Х-р, 3.06.1997, 3 с. Сӳ кайрĕ чун — ылмашрĕç тейĕн аслатипе пăшăлтату. Н.Ишентей //Я-в, 2000, 5 /, 3 с.
3. Ç.п. Ăшри пуплев. Шухăш — чарăнми вĕç-хĕррисĕр темĕнле пăшăлтату. Г.Айхи, 1988, 52 с. Ĕмĕт пăшăлтатăвĕ [Пуçелĕк]. М.Мерчен //К-н, 2002, 7 /, 13 с.
4. Ç.п. Сăмах сарни; сăмах-юмах, сас-хура. Пăшăлтату пăтти... Ку пăшăлтату мар, ку — чăнлăх. ÇХ, 1997, 38 /, 4 с.
пиар
ç.с. Халăх кăмăлне пĕр-пĕр çынна (йыша, пулăма) майлă е хирĕç çавăрни. Унăн ĕçĕ — пиар. Хăй вăхăтĕнче вăл «Метро» мюзиклăн пиар-менеджерĕ пулнă. ÇХ, 2001, 21 /, 8 с. «Хура технологи» е «хура пиар» ... нумайăшне кăмăла каймасть... Тĕп пултăр хура пиар! Х-р, 6.10.2001, 2 с. Пиар тени «хура» та, «шурă» та пулма пултарать. Х-р, 9.10.2003, 2 с.
— танл., пиаркампани (Х-р, 16.03.2000, 23 с.); пиар-технологи (Х-р, 19.12.2001, 1 с.).
пристав
ч.с, ч.я. Суд йышăнăвне пурнăçа кĕртекен ятарлă çын. ЧР Юстици министерствинче Чăваш енри судсен 69 приставĕ тупа турĕ (ку сăмаха хăнăхман-ха эпир, ... унчченхи суд исполнителĕсем вĕсем, приставсем). ÇХ, 1998, 7 /, 2 с. Предприятие штраф хунă-ха, анчах суд приставĕ пырса пурлăха арестлени пирки хальлĕхе сас-хура пулмарĕ. ÇХ, 1998, 49 /, 2 с. Сĕнтĕрвăрри райсучĕн приставĕн вара айăплисен парăмне шыраттарса илме хевти ... çитмест-ши. К-н, 2002, 7 /, 4 с. Пристав пысăккăн «хыпасшăн» [Пуçелĕк]. К-н, 2002, 16 /, 15 с.
программист
п.с. Шутлав машини (компьютер) валли программа хатĕрлекен çын; программăлакан ăстаçă. Шурă халат тăхăннă вуншар оператор, программист... автомат-цех тавра вĕткеленме пуçларĕç. К-н, 1981, 23 /, 3 с. Республикăра инженерсем, программистсем, ăста рабочисем çитмеççĕ. ÇХ, 2003, 8 /, 2 с.
— инженер-программист (Х-р, 31.07.1992, 1 с.).
суд приставĕ
ч.с, ч.я. Суд йышăнăвне пурнăçа кĕртекен ятарлă çын. ЧР Юстици министерствинче Чăваш енри судсен 69 приставĕ тупа турĕ (ку сăмаха хăнăхман-ха эпир, ... унчченхи суд исполнителĕсем вĕсем, приставсем). ÇХ, 1998, 7 /, 2 с. Предприятие штраф хунă-ха, анчах суд приставĕ пырса пурлăха арестлени пирки хальлĕхе сас-хура пулмарĕ. ÇХ, 1998, 49 /, 2 с. Сĕнтĕрвăрри райсучĕн приставĕн вара айăплисен парăмне шыраттарса илме хевти ... çитмест-ши. К-н, 2002, 7 /, 4 с. Пристав пысăккăн «хыпасшăн» [Пуçелĕк]. К-н, 2002, 16 /, 15 с.
ăрăмла
ч.п. Асамла, юмла, тухатла; ăрăмçăла. Костя..., ăрăмланă пек, Соня çине пăхать те пăхать. Д.Гордеев, 1988, 281 с. Тепри ... ыратакан пуçăма ăрăмласа сиплерĕ. Х-р, 25.12.1991, 2 с. Арçын аяк пĕрчийĕнчен, шап-шурă кăпăкран ... хĕрарăма ăрăм-ласа чĕм кĕртнĕ. В.Энтип //Я-в, 1995, 10 /, 42 с. Хуняма темĕн те ăрăмлама пĕлет. ÇХ, 1998, 44 /, 5 с.
ĕмĕтсĕрлен
п.с. Выçăх, непĕслен, çăтăх, çăткăнлан, хыпкăнлан. Тăшман вăйлă, тĕнчене хыпса-çăтса яма ĕмĕт-сĕрленсе, ... тахçанах хатĕрленсе тăнă. А.Алга, 1955, 59 с. Ытлашши ĕмĕтсĕр ан пул, ĕмĕтсĕрленмен-тĕк — шутласа илнĕ пулăттăн. Юхма М. //К-н, 1961, 17 /, 6 с. «Çук, каллех ĕмĕтсĕрленмелле», — ятлаçса илчĕ Çумкка, те шурă путекшĕн çеç каларĕ çак сăмахсене... Ю.Силэм, 1989, 48 с. Çинĕ чухне ан васкăр, апата лайăх чăмласа вĕтетĕр, ан ĕмĕтсĕрленĕр. ХС, 1999, 24 /, 4 с.
ĕштелен
п.в. Ăшталан; тăрмаш, хыпалан, тĕркĕш. Кунĕпех çак хура вучах патĕнче ĕштеленетпĕр. К-н, 1972, 5 /, 9 с. Вăл ача чухнех çак ĕçре ĕштеленетчĕ, паян кун та бригадирта ав. Ю.Силэм, 1989, 139 с. Çамрăк çыравçăсене хавхалантарма ĕштеленекенскер ... мана та ют вырăнне хуман вăл [А.Воробьев]. Ю.Айдаш //Т-ш, 1998, 9 /, 8 с. Депутата та пулин суйланасшăнччĕ. Чупрĕ, ĕштеленчĕ. Х-р, 11.08.2000, 1 с.
— ĕштеленсе çӳре (К-н, 1979, 4 /, 3 с.; К-н, 1987, 18 /, 7 с.); ĕштеленсе ӳк (Д.Гордеев, 1983, 33 с.; Т-ш, 1992, 34 /, 8 с.).
белок
çăмарта шурри йышши япала; тырăри çăнăх пек шурă япала. Ун çиминче çăв сахал тата çăмарта шурри йышшĕ япала (белок) сахал [Хыпар 1907, № 10:73]; Пĕрчĕ ăшĕнче пĕчĕкçĕ тырăран пуçне тата çăнăх пек шурă япала пур. Ăна вырăсла белок теççĕ [Золотарев 1908:9–10].
бронза
хура йĕс. Миградж-наме çинче 2-мĕш пĕлĕт яка хурçăран тесе çырнă, Абу-Гурейра каланă тăрăх, хура йĕсрен (бронза), Умгани шурă жемчугран тет [Мухаммед 1912:8].
демократ
хура халăхшăн тăрăшкан. Тата унти профессорсем те крайний демократсем (хура халăхшăн тăрăшакансем), институтра ĕçлесе пурăнакансемпе ыттисем те – пурте çавăн пекех шухăшлаççĕ [Хыпар 1917, № 1:1].
депутат
хура халăхран суйланă çын; шаннă çын. Августăн 9-мĕш кунĕнче тухнă манифест хушнă пек суйласан çĕр хĕсĕк кĕпернесенчен хура халăхран суйланă çын (депутат) пĕрер кăна пулмаллаччĕ [Хыпр 1903, № 1:7]; Çĕр йĕрки çинчен калаçнă чух пурĕ 150 депутата* яхăн халăх хутне кĕрсе халăхшăн пит хытă тăнă. *Депутат тесе суйласа янă çынна калаççĕ [Хыпар 1906, № 33:509]; Ун хыççăн пур суйлакансем те пĕрле тата 8 шаннă çын (депутат) суйласа хумалла [Высочайшие 1906:22].
йодоформ
суран урăх çĕре куçасран чараканнине сапмалли эмел. Таса шурă пиртен тунă çыхмалли татăксене, суран урăх çĕре куçасран чараканнине сапмалли эмел (йодоформ) килтех пулмалла [Çулталăк 1906:50].
кăтăрт
гл. хĕтĕрт. Хăш-хăш çĕрте çĕр ĕçлесе пурăнакан хура халăха çын çĕрне е хысна çĕрне вăйпа туртса илме хĕтĕртсе (кăтăртса) çӳрекенсем пур [О манифестах 1905:15].
корăмлăх
(хальхи литература чĕлхинче çук) çимелĕх. Тырă акнă хыççăн выльăхсем валли çимелĕх (корăмлăх) пĕр-пĕр урăх япала – курăк-и е кавăнь, çĕр улми, выльăхсен çитерекен чĕкĕнтĕр аксассăн çĕр вара хура пусăри пек канса выртать, мĕшĕн тесен выльăхсем валли çимелĕх акнă курăксем çĕртен тырăсен туртса илекен çимĕçне мар, урăх çимĕçе туртса илеççĕ … [Франкфурт 1913:2].
монастырь
хура тум çурчĕ. Ликияна пырсан Николай хăй çуралнă Патара ятлă хулана пыман, вăл уллах çĕрте Турра кĕл тăвас тесе импичĕшĕ тунă Сăваплă Сион ятлă хура тум çуртне (монастыре) кайнă [Житие 1879:35].
монах
хура тум. Вилсессĕн тем чухлĕ пуп пуçлăхĕсем, хура тумсем (монахсем) тата тем чухлĕ халăх унăн нихçан та çĕрмелле мар ӳтне Миры хулинчи собора (аслă чиркӳне) лартнă <…> [Житие 1879:39].
нафталин
тумтирсене кĕве çиесрен сапакан япала. Нафталин (тумтирсене кĕве çиесрен сапакан япала) икĕ тĕрлĕ: пĕр тĕрли шурă, вĕтĕ тăвар майлă, тепĕр тĕрли патак татки пек [Сергеев 1907:28].
наян
ускăн. Чăннине чăн: ĕçсе, çисе, улпутсемпе хуçасем пек кам укçа тăкасси пур: хура халăха вырăнсăрах вĕсем эрех нумай ĕçнипе хăйсем наянран (ускăнран) начар пурăнаççĕ теççĕ [Игнатьев 1906:9].
пăлхăвăрç
патшалăх йĕркине улăштарса пĕтĕмпех çĕнетесшĕн тăрăшакан. Яппун вăрçи вăхăтĕнче патшалăх йĕркине хальхи пек улăштарса пĕтĕмпех çĕнетесшĕн тăрăшакансем (пăлхăвăрçсем) пурте халĕ Çĕпĕрти тĕрмесенчен пинĕ-пинĕпе хăйсен çуралнă çĕр-шывĕсене тавăрăнса ĕлĕкхи пекех хура халăхшăн ĕçлеме тытăнаççĕ [Хыпар 1917, № 2:2].
платина
шурă ылтăн. Çакăн пек япаласенчен пĕрне шурă ылтăн (белое золото), тепĕр тĕслĕ платина теççĕ [Çулталăк 1914:8].
позолотчик
япаласене ылтăнлакан. Вăл шап-шурă ватă çын, 55 çулта, вăл Василий Иванович Иванов, Страхов ятлă, вăл япаласене ылтăнлакан (позолотчик) [Хыпар 1906, № 33:520].
профира
хура хӳреллĕ шап-шурă юс тирĕпе илемлентернĕ çанăсăр тумтир. Аслă патша пуçне корона тăхăнать, державапа скипетр (вĕçĕнче хĕреслĕ корона тăхăнтарнă ăмăрт кайăклă туя) тытса çине профира (çанăсăр хура хӳреллĕ шап-шурă юс тирĕпе илемлентернĕ тумтир) тăхăнса хăй престолĕ çине ларать [Священное 1896:21].
собор
аслă чиркӳ; пуху. Вилсессĕн тем чухлĕ пуп-пуçлăхĕсем, хура-тумсем (монахсем) тата тем чухлĕ халăх унăн нихçан та çĕрмелле мар ӳтне Миры хулинчи собора (аслă чиркӳне) лартнă <…> [Житие 1879:39]; 1555 сьолда Кизинь-кырлач-ойыгыньь виссь кон-шотра (февраля 3) Москавры Успенскiй чӳргьгӳрэ (соборда) престолъ-синэ тватта шыба хорзассын, Христосъ Торра Тор’ Амышьнэ дэ кйль-духа посьсяпса тарасларесь <…> [Жития 1874:10]; Унăн (Юлиан. – Э.Ф.) вырăнне кĕнĕ Иовиан патша Мелетие Антиохияна каймалла тавăрăнтарнă та епископсене чĕнсе пуху (собор) тунă <…> [Избранные (февраль) 1904:31].
ссуда
банк кивçен панă укçа. Çĕр илме хура халăхшăн тӳленĕ укçа банкă çав халăх çине кивçен панă укçа пек çырса хурать, çавăн пек панă укçана ссуда теççĕ. Çĕр илме кивçен панă çав укçана (ссудăна) хура халăх вара сăрукăн-сăрукăн темиçе çулччен тӳлесе татса пырать [Высочайшие 1906:31].
торф
лачака çĕрĕ; шурта тĕрлĕ япала çĕрсе пулнă çĕр. Çĕр сакăр тĕрли пур: 1) хăйăр, 2) тăмлă хăйăр, 3) тăм, 4) хăйăрлă тăм, 5) извеска, 6) мергель, 7) хура çĕр, 8) торф (лачака çĕрĕ) [Горбунов 1910:10–11]; Куприян Прохорович каланă: ку çĕре торф (шурта тĕрлĕ япала çĕрсе пулнă çĕр) теççĕ [Селивановский 1913:13].
улача
хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пир. Кĕписем е тĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ [Орлов 1988:48].
хастарлă
харсăр. Пирĕн хура хурт йăхĕ сăррипе çыхланнă сарă йăх хурт амĕшĕнчен пулнă ĕç хурчĕсем питех аван пулаççĕ: йăваш, хастарлă (харсăр), чăтăмлă, вăрă-инкексенчен йăвине лайăх сыхлаççĕ <…> [Сергеев 1907:34].
хĕресчен
хура халăх. Хура халăхăн (хĕресченĕн) пурăнăçĕ çавăн пек: çу вăхăтĕнче уйри (хирти) ĕçсем пуçлансан ĕçлеме çын пит кирлĕ [Поучения 1904:14–15].
хура халăх
ĕçлекен халăх. Патшалăхри çынсем начар пурăнăçпа тарăхнăçем тарăхса пыра пуçланă, ăраснах ĕçлекен халăх (хура халăх) тарăхса çитнĕ, мĕшĕн тесен мен пур йăвăр хырçă-марçăсем вĕсем çине анчах тиенсе пынă [История1917:2].
чечеке лар
çурăл. <…> улма йывăççисем пĕр çул вăй-хăват хатĕрлеççĕ те тепĕр çуркунне шап-шурă чечеке лараççĕ (çурлаççĕ) <…> [Хыпар 1907, № 4:28].
чечче
оспа; шатра. Пăрлă океан хĕррипе куçса çӳрекен самоедсем чеччепе (оспа) аптăрама пуçланă [Хыпар 1906, № 1:11]; Штеттин ятлă хулара хура чечче (шатра) пулнă [Хыпар 1906, № 13:200].
шурă тăхран пуç
чавка пуçĕ, клевер. Хуртсем акă мĕнрен-мĕнрен пыл пуçтараççĕ: улма йывăççи е ытти пахча çимçи чечеккисенчен, анчах вăл вăхăтра хăйсене йышланма пыл нумай кирлĕ, ытлашши, вĕллерен илмелли пит сайра пулать, хăмла çырли чечеккинчен; улăхри тĕрлĕ чечексенчен, пуринчен ытла шурă тăхран пуç (чавка пуçĕ, клевер) пыл парать, çăка чечекĕнчен, хура тул чечекĕнчен [Сергеев 1907:33].
çĕр улми
паранкă, картахви, кантук. Çĕр çинче ыраш, хура тул, çĕр улми (паранкă, картахви), çул курăкĕ, (шăпăр курăкĕ), шур ути, гвоздика аван ӳсет пулсан, йывăçсенчен хăва, хурăн, хырă аван ӳсет пулсан – вăл çĕр çăмăл, хăйăрлă пулать [Горбунов 1910:6]; Çитменнине тата çĕр улми (паранкă, кантук) те нумайĕшин пĕтнĕ [Хыпар 1907, № 15:115]; Пăтă ик-виç кунта пĕрре анчах тивет, ир те каç та салмапа çĕр улми (паранкă) анчах [Çулталăк 1903а:27].
адмирал
адмирал — vanessa atalanta [лĕпĕш тĕсĕ; хура, хĕрлĕ йăрăмлă]
аист
(шапа тарçи) аист. — ciconia [вăрăм туналлă пысăк вĕçен кайăк]; Ази аисчĕ азиатский аист — anastomus oscitans; Африка аисчĕ африканский аист — ibis ibis; Инçет Хĕвелтухăç аисчĕ дальневосточный аист — ciconia boyciana; хура аист чёрный аист — ciconia nigra
акăш
лебедь — cygnus [хур йышши пысăк шыв кайăкĕ], Америка акăшĕ американский лебедь — cygnus columbianus; йыхравçă акăш лебедь-кликун — cygnus cygnus; чашкăравçă акăш лебедь-шипун cygnus olor; тундра акăшĕ тундровый лебедь — cygnus bewickii; хура акăш чёрный лебедь —- cygnus atratus; хура мăйлă акăш черношейный лебедь — cygnus melanocoryphus
акула
акула — pristis [тинĕсре пурăнакан кăмăрчаклă шултра çăткăн пулă]; зебрăлла акула зебровая акула — stegostoma fasciatum; кăвак акула синяя акула — prionасе glauca; китла акула китовая акула — rhincodon typus; кушакла акула кошачья акула — scyliorhinus canicula; мако акула акeла-мако — isurus oxyrinchus; мăлатукла акула акула-молот — sphyrna zygaenа; пăчкă сăмсаллă акула акула-пилонос — рristiophorus japonicus; сăсарла акула кунья акула — mustelus; çарлан акули сельдевая акула — lamna nasus; тигрла акула тигровая акула — galeocerdo cuvier; тилĕлле акула акула-лисица — alopias vulpinus; шурă акула белая акула (кархародон) — caroharodon carcharias; улăпла акула гигантская акула — cetorhinus maximus; шӳрпе акули суповая акула — galeorhinus zyopterus
амур
амур — ctenopharyngodon [Амурта пурăнакан карп йышши пулă]; хура амур чёрный амур — mylopharyngodon piceus; шурă амур белый амур — ctenopharyngodon idella
Армян хура çĕленĕ
см. хура çĕлен
Африка хура çĕленĕ
см. хура çĕлен
барибал
барибал — euarctos americanus [Америкăра пурăнакан хура упа]
вĕршĕн
стриж — apus [чĕкеç евĕрлĕ хура вĕçен кайăк]; йĕп хӳреллĕ вĕршĕн иглохвостый стриж — hirundapus caudacutus; хура вĕршĕн [шатра чĕкеç] чёрный стриж — apus apus; шур пилĕклĕ вĕршĕн белопоясничный стриж — apus pacificus; шур хырăмлă вĕршĕн белобрюхий стриж — apus melba
гагара
гагара — gavia [кăвакал евĕрлĕ тинĕс кайăкĕ]; хĕрлĕ пĕсехеллĕ гагара краснозобая гагара — gavia stellata; хура пĕсехеллĕ гагара чернозобая гагара — gavia arctica; хура сăмсаллă гагара черноклювая гагара — gavia immer; шур(ă) мăйлă гагара белошейная гагара — gavia pacifica; шур(ă) самсаллă гагара белоклюваягагара — gavia adamsi
гиббон
гиббон — hylobates agilis [этем евĕрлĕ пĕчĕк хура упăте]
гриф
гриф — gryphus [виле çиекен пысăк ăмăрт кайăк]; кăрккалла гриф гриф-индейка — gathartes aura; хура гриф чёрный гриф — aegupius monachus
гюрза
гюрза — vipera lebetina [хура çĕлен тĕсĕ]
дельфин
дельфин — delphinus [кит йăхĕнчи сĕт çиекен тинĕс чĕрчунĕ]; сăрă дельфин серый дельфин — grampus griscus; шурă дельфин белуха — delphinapterus leucas; шур хырăмлă дельфин дельфин-белобочка — delphinus delphis
зебра
зебра — zebra [Африкăра пурăнакан хура йăрăмлă лаша йышши чĕрчун]
казарка
казарка — branta [çурçĕрте пурăнакан тинĕс хурĕ] хĕрлĕ пĕсехеллĕ казарка краснозобая казарка — branta ruficollis; хура казарка чёрная казарка — branta bernicla; шур питлĕ казарка белощёкая казарка — branta leucopsis
каюра
крот — talpa [çĕр айĕнче хурт-кăпшанкă çисе пурăнакан паха мамăк тирлĕ пĕчĕк хура чĕрчун]; Алтай каюри алтайский крот — talpa altaica; Европа каюри (суккăр шăши) европейский крот — talpa europaea; Кавказ каюри кавказский крот — talpa caucasica
капуцин
капуцин — capucinus [Кăнтăр Америкăра пурăнакан вăрăм хӳреллĕ хура упăте]
каракурт
каракурт — latrodectus tredecimguttatus [пушхирте пурăнакан чи наркăмăшлă хура эрешмен]
карас
карась — carassius [карп йăхне кĕрекен юханшыв пулли]; сарă карас карась обыкновенный — carassius carassius; çутă карас карась серебряный — carassius auratus gibilio; хура карас (хура пулă) линь — tinea tinea
косатка
косатка — orcinus orca [хура тĕслĕ дельфин]
крачка
крачка — sterna [юплĕ хӳрелле, чарлăк йышши шыв кайăкĕ]; Камчатка крачки камчатская крачка — sterna camtschatica; пĕчĕк крачка малая крачка — sterna albifrons; хура крачка чёрная крачка — chlidonias nigra; шурă крачка белая крачка — gygis alba; шур питлĕ крачка белощёкая крачка — chlidonias hybridа; шур çунатлă крачка белокрылая крачка — chlidoniae leucoptera; юханшыв крачки речная крачка — sterna hirundo
курак
грач — corvus frugilegurs [шурă тĕплĕ сăмсаллă хура вĕçен кайăк]; кăвак курак сизоворонка — coracias garrulus [ракша йăхĕнчи кăвак тĕслĕ вĕçен кайăк] ула курак серая ворона — corvus comix [курак йăхне кĕрекен çăткăн кайăк]; хура курак чёрная ворона — corvus согопе [курак йăхĕнчи хура çăткăн кайăк]
лĕпĕш
бабочка — lepidoptera [хупăллă çунатлă кăпшанкă]; вĕлтĕрен лĕпĕшĕ крапивница — aglais urticae; кăвак лĕпеш голубянка — lycaena; купăста лепĕшĕ капустная белянка (капустница) — pieris brassicae; пĕчĕк лĕпĕш мотылёк — pyrausta; сарă лĕпĕш лимонница — gonepteryx rhamni; çулçăпăран лĕпĕш листовёртка — tortrix; тăмана лĕпĕшĕ совка — noctuidae; тутлă кăшман лĕпĕшĕ брюквенница — pieris napi; упа лĕпĕшĕ монашенка — limantria monacha [йывăç çулçи çиекен сиенлĕ лĕпĕш]; хупах лĕпĕшĕ репейница (чертополовка) — cynthia cardui; шурă лĕпĕш боярышница — aporia crategi; шуçăм лĕпĕшĕ зорька — anthocharis cardamines [хĕрлĕ çунатлă пĕчĕк лĕпĕш]
олуша
олуша — sula [хур евĕрлĕ тинĕс кайăкĕ]; Австрали олуши австралийская олуша — sula serrator; çурçĕр олуши северная олуша — sula bassana; пăвăр олуша бурая олуша — sula leucogaster; хĕрлĕ ураллă олуша красноногая олуша — sula sula; шурă олуша белая олуша — sula dactylatra
пантера
пантера (черный леопард) — panthera [тропикра пурăнакан хура тĕслĕ леопард]
пăлан
олень — cervus [йĕкĕр чĕрнеллĕ, мăйракаллă, кавлекен чĕрчун]; Бухара паланĕ бухарский олень — cervus elaphus bactrianus; Давид пăланĕ олень Давида — elaphurus davidianus; Европа пăланĕ европейский олень — cervus elaphus europaea; Каспи пăланĕ каспийский олень — cervus elaphus caspius; çурçĕр пăланĕ северный олень — rangifer tarandus; хура хӳреллĕ пăлан чернохвостый олень — odocoileus hemionus; чăпар пăлан пятнистый олень — cervus nippon; шур туталлă пăлан беломордый олень — cervus albirostris; шур хӳреллĕ пăлан белохвостый олень — odocoileus virginianus
пăрăнтăк
бурундук — eutamias sibiricus [пакша йăхĕнчи хура йăрăмлă кăшлакан чĕрчун]
пăрчăкан
трясогузка — motacilla [çерçи йышши вăрăм хӳреллĕ вĕçен кайăк]; сарă пăрчăкан жёлтая трясогузка (плиска) — motacilla fiava; cap пуçлă пăрчăкан желтоголовая трясогузка — motacilla citreda; cap çурăмлă пăрчăкан желтоспинная трясогузка — motacilla lutea; шурă пăрчăкан белая трясогузка — motacilla alba
пăсара
хорёк — mustela [сăсар йышши мамăк тирлĕ çăткăн чĕрчун]; вăрман пăсари (хура пăсара) чёрный хорёк — mustella putorius; хир пăсари степной хорёк — mustella eversmanni; чăпар пăсара перевязка — vormela peregusna
саламандра
саламандра — salamandra [шывра та, çĕр çинче те пурăнаканнисен йăхĕнчи калта евĕрлĕ чĕрчун]; Кавказ саламандри кавказская саламандра — mertensiella caucasica; улăпла саламандра гигантская саламандра — andrias; тумхаллă саламандра пятнистая (огненная) саламандра — salamandra salamandra; хура саламандра чёрная саламандра — salamandra atra
сăвăр
сурок marmota [уй-хирте пурăнакан кăшлакан чĕрчун]; Мензбир сăвăрĕ сурок Мензбира — marmota menzbieri; сăрă сăвăр серый сурок (алтайский сурок) — marmota baibacina; çеçенхир сăвăрĕ степной сурок (байбак) — marmota bobac; хĕрлĕ сăвăр красный сурок (длиннохвостый сурок) — marmota candata; хура çĕлĕклĕ сăвăр черношапочный сурок (камчатский сурок) — marmota carrjtschatica
сăмсаллă хура çĕлен
см. хура çĕлен
сĕлхе
дрозд — turdus [хитре юрлакан вĕçен кайăк]; хура сĕлхе чёрный дрозд — turdus merula; чăпар сĕлхе пёстрый дрозд — monticola saxatilis; шур куçхаршиллĕ сĕлхе дрозд-белобровик — turdus musicus
сив кайăкĕ
пуночка — plectrophenax nivalis [çурçĕртен хĕлле вĕçсе килекен шурă кайăк]
синьга
синьга — melanitta nigra [тундрăра пурăнакан хура кăвакал]
таракан
таракан — blattella [кăшлакан вăрăм уссиллĕ кăпшанкă]; Лапланди тараканĕ лапландский таракан — ectobius lapponicus [Европа вăрманĕнче пурăнакан таракан]; çеçенхир тараканĕ степной таракан — ectobius duskei; хĕрлĕ таракан рыжий таракан — blattella germanica; хура таракан чĕрный таракан — blatta orientalis
тăмана
сова — strix [каçхи çăткăн кайăк]; вăрăм хӳреллĕ тăмана длиннохвостая неясыть — strix uralensis; кил-çурт тăмани домовой сыч — athene noctua; пĕчĕк тăмана совка (сплюшка) — otus scops; пулă тăмани рыбная сова — ketupa; сăрă тăмана серая неясыть — strix aluco; сухаллă тăмана бородатая неясыть — strix nebulosa; çерçи тăмани воробьиный сыч — glaucidium passerinum; тĕклĕ ураллă тăмана мохноногий сыч — aegolius funereus; хăлхаллă тăмана ушастая сова — asio otus; хурчкалла тăмана ястребиная сова — surnia ulula [хурчка евĕрлĕ тăмана]; шурă тăмана белая (полярная) сова — nyctea scandiaca; шурлăх тăмани болотная сова — asio flammeus
тăри
жаворонок — alauda [çерçи йăхĕнчи вĕçен кайăк]; вăрман тăрийĕ лесной жаворонок (юла) — lullula arborea; çеçенхир тăрийĕ степной жаворонок — melanocorypha calandra; тĕпеклĕ тăри хохлатый жаворонок — galerida cristata; уй тăрийĕ полевой жаворонок — alauda arvensis; хура тăри чёрный жаворонок — melanocorypha yeltoniensis
тăрна
журавль — grus [вăрăм мăйлă тата вăрăм ураллă пысăк вĕçен кайăк]; Даур тăрни даурский журавль — grus vipio; пуç кăшăллă тăрна венценосный журавль — baleorica regulorum; шурă тăрна белый журавль (стерх) — grus leucogeranus; сăрă тăрна серый журавль — grus grus; хура тăрна чёрный журавль — grus monachus; чиперкке тăрна журавль-красавка — anthropoides virgo; яппун тăрни японский журавль — grus japonensis
тăхран
желна (чёрный дятел) — dryocopus martius [хĕрлĕ пуçлă пысăк хура улатакка]
тинĕс шуйттанĕ
морской дьявол (манта) — manta birostris [майракаллă хура пысăк скат пулă]
уйăп
(хĕрле кăкăр, макаш) снегирь — pyrrhula pyrrhula [çерçи йăхĕнчи хура пуçлă, хĕрлĕ кăкăрлă хитре вĕçен кайăк]
упа
медведь — ursus [сĕт çиекенсен йăхĕнчи пысăк тискер чĕрчун]; куçлăхлă упа очковый медведь — tremarctos ornatus [Кăнтăр Америкăра пурăнакан упа]; Малай упи малайский медведь — helarctos malayanus [Кантăр Азире пурăнакан пĕчĕк упа]; пысăк туталлă упа губач — melursus ursinus [Кантăр Азире пурăнакан пысăк туталлă упа]; пăвăр упа бурый медведь — ursus arctos; xypa упа чёрный медведь (гималайский белогрудый медведь) — ursus thibetansus; шурă упа белый медведь — ursus maritimus [çурçĕрте пурăнакан шурă тĕслĕ упа]
хăçах
(кусар пулă) чехонь (сабля-рыба) — pelecus cultratus [карп йышши тӳрĕ хура çурăмлă пулă]
хĕрен
коршун — milvus [хурчка йышши çăткăн кайăк]; хĕрлĕ хĕрен красный коршун — milvus milvus; хура хĕрен чёрный коршун — milvus migrans
хур
гусь — anser [шывра ишекен пысăк кайăк]; йĕтем хурĕ гуменник — anser fabalis; căpă хур серый гусь — anser anser; сăрт-ту хурĕ горный гусь — anser indicus; шурă хур белый гусь — anser caerulescens; шур мăйлă хур гусь-белошей — anser canagicus; шур çамкаллă хур белолобый гусь — anser albifrons
хура катарта
чёрная катарта — coragyps atratus [Америкăра пурăнакан гриф йышши хура çăткăн кайăк]
хура çĕлен
гадюка — vipera bents [хура тĕслĕ наркăмăшлă çĕлен]; армян хура çĕленĕ армянская гадюка — vipera raddei; Африка хура çĕленĕ африканская гадюка — bitis schneider; сăмсаллă хура çĕлен носатая гадюка — vipera ammodytes
хура шур таки
черныш — tringa ochropus [шур таки йăхĕнчи хура кайăк]
чарлан
(шапа хуралçи) цапля — ardea [вăрăм туналлă шыв кайăкĕ]; Египет чарланĕ египетская цапля — bubulcus ibis [Çурçĕр Африкăpa пурăнакан capă сăмсаллă чарлан]; сарă чарлан жёлтая цапля — ardeola ralloides; сăрă чарлан серая цапля — ardea cinerea; хĕрлĕ чарлан рыжая цапля — ardea purpurea; шурă чарлан белая цапля — egretta alba
чарлăк
чайка — larus [шыв кайăкĕ]; кăвак чарлăк сизая чайка — larus canus; кĕмел чарлăк серебристая чайка — larus argentatus; кĕрен чарлăк розовая чăйка — phodostethia rosea; кӳлĕ чарлăкĕ озёрная чайка — larus ridibundus; пĕчĕк чарлăк малая чайка — larus minutus; çинçе сăмсаллă чарлăк тонкоклювая чайка — larus genei; пăвăр пуçлă чарлăк буроголовая чайка — larus brunnicephalus; хура пуçлă чарлăк черноголовая чайка — larus melanocephalis; хура хӳреллĕ чарлăк чернохвостая чайка — larus crassirostris; шурă чарлăк белая чайка — pagophila alba
чăхă
курица, куропатка — gallina; тундра чăххи тундреная куропатка — lagopus mutus [çурçĕрте пурăнакан шурă чăхă]; хир чăххи (вăрман чăххи) серая куропатка — perdix perdix [чăхсен йăхĕнчи сунар кайăкĕ]; чул чăххи кеклик (каменная куропатка) — alectoris graeca [тусем хушшинче пурăнакан чăхă]; шурă чăх белая куропатка — lagopus lagopus [çурçĕрте пурăнакан чăхă]
чечен кайăк
славка — sylvia [çерçи йышши пĕчĕк вĕçен кайăк]; сад пахчи чечен кайăкĕ садрвая славка — sylvia borin; сăрă чечен кайăк серая славка — sylvia communis; хура пуçлă чечен кайăк черноголовая славка — sylvia atricapilla
чие кайăкĕ
пеночка — phylloscopus [çерçи йăхĕнчи пĕчĕк вĕçен кайăк]; cap куç харшиллĕ чие кайăкĕ пеночка-трещётка — phylloscopus sibilator; çурхи чие кайăкĕ пеночка-весничка — phylloscopus trochilus; хура ураллă чие кайăкĕ пеночка-теньковка — phylloscopus collybitus
шăлан
жулан — lanius cristatus [чакак евĕрлĕ пĕчĕк çăткăн вĕçен кайăк]; вăрăм хӳреллĕ шăлан длиннохвостый сорокопут — lanius schach [Вăтам Азире пурăнакан шăлан]; сăрă шăлан серый сорокопут — lanius excubitor; хĕрлĕ пуçлă шăлан красноголовый сорокопут — lanius senator; хура çамкаллă шăлан чернолобый сорокопут — lanius minor
шăнкăрч
скворец — stumus vulgaris [çерçи йăхĕнчи хура вĕçен кайăк]; кĕрен шăнкăрч розовый скворец — sturnus roseus; пĕчĕк шăнкăрч малый скворец — sturnia sturnia; сăрă шăнкăрч серый скворец — spodiopsar cineraceus
шур шăл
белозубка — crocidura [пĕчĕк каюрасен йăхне кĕрекен шурă шăллă чĕрчун]; пĕчĕкçĕ шур шăл карликовая белозубка — suncus etruscus; пĕчĕк шур шăл малая белозубка — crocidura suaveolens; пысăк шур шăл большая белозубка — crocidura lasiura; пăвăр шур шăл бурая белозубка — crocidura russula; шур хырăмлă шур шăл белобрюхая белозубка — crocidura leucoda
якăлпай
дербник — falco соlumbarius [хура хӳреллĕ кайкăр]
ясар шăни
шпанская мушка (шпанка) — lytta vesicatoria [усал шăршăллă сиенлĕ хура нăрă]
Пинече
яз. и, ж.? Встр. в загадке, Альш. Пин пин пинече, пин халăха култарать; хурама хуппи хултăрча хура халăха култарать (сăрнайпа купăс). (Ашм. Сл, IX, 217): Пине + -че.
Хураç
яз. и. м. Н. Карм., Орау, Ялюха М., Рекеев, Именд, Сред. Юм., В.Олг. (Ашм. Сл. XVI, 218—219); ср. тат., башк. м. и. Карачамулла, Карачай, Карачәй, Карашай (Шайх. ТБЛИТП, 61) > мар. м. и. Карач, Карачай, Карячей (Черн. СМЛИ, 200): хура/хора "черный" + -ç. См. Хураçка.
Хораç
яз. и. м. Н. Карм., Орау, Ялюха М., Рекеев, Именд, Сред. Юм., В.Олг. (Ашм. Сл. XVI, 218—219); ср. тат., башк. м. и. Карачамулла, Карачай, Карачәй, Карашай (Шайх. ТБЛИТП, 61) > мар. м. и. Карач, Карачай, Карячей (Черн. СМЛИ, 200): хура/хора "черный" + -ç. См. Хураçка.
Шорхон
Çатракасси (Шупашкар районĕ, Лапсар ял тăрăхĕ) ялĕнчи Шкул урамĕн ячĕ; Шурă хурăн тенинчен.
Çавăн пекех пăхăр:
хура-тур хура-хăмăр хура-хĕрлĕ хура-шур « хура-шурă » хура-юнла Хураç Хураçка Хураçте Хураçте ăшни